Митта Ваçлейĕ: Çуралнă Çĕршывра


Çуралнă Çĕршывра

Çуралнă çĕршыв,

Эс ма илемлĕ?

Мĕншĕн яланах

Маншăн хисеплĕ?

 

Мĕншĕн эп сана

Чунтан юратап?

Ма çапла сана

Эп асла хурап?

 

Ма унта ытла

Кайăк юрлать-ши?

Мĕншĕн кăмăла

Уçса ярать-ши?

 

Хамăн çĕршывра

Мĕншĕн çапла-ши?

Ма хамăр уйра

Чечек хитре-ши?

 

Çуралнă çĕрте

Мĕншĕн пурнас мар?

Пуç çамрăк чухне

Мĕншĕн савнас мар?

 

Çуралнă çĕршыв,

Эс ма илемлĕ?

Мĕншĕн яланах

Маншăн хисеплĕ?

 

1925

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.