Гурий Комиссаров (Вантер)
Мĕншĕн эс, çуркунне,
Тек мана астаран:
Юрлама, выляма
Уява чĕнетĕн?
Хитре эс, çуркуннем,
Нумай сан савăнăç,
Нумай санăн янрав,
Нумай ыра шăршă.
Анчах ман хуйхăма
Эсĕ те сиреймĕн:
Йывăр чул пек выртать
Ман чĕрем çийĕнче.
Аттем мар, аннем мар,
Пиччем мар, йăмăк мар
Мана хуйхă кÿчĕ:
Варлă тус пĕтерчĕ.
Йĕтĕн пек сар çÿçĕ,
Кăвак пĕлĕт куçĕсем,
Нар пек хĕрлĕ тути –
Куçăмран çухалмасть,
Асăмран та каймасть.
Пайтах каç иксĕмĕр
Юнашар ларнăччĕ.
Юрлатчĕ юррине –
Пусăрăнчĕ чуна,
Ыталатчĕ мана,
Чуптăватчĕ савса,
Кăкăрăм çинелле
Хуратчĕ хăй пуçне.
Сар çÿçне якатса
Ачашларăм хĕре,
Çырла пек тутине
Чуптăвăттăм унăнне.
Анчах рай пурăнăçĕ
Нумаях пымарĕ:
Темшĕн пÿлĕхçийĕ
Ĕмĕте час татрĕ.
Ашшĕпе ют çĕре
Тухса кайрĕ варли.
Унтанпа çыру та,
Хыпар та пулмарĕ.
Унтанпа ман пуçăм
Усăнчĕ çĕрелле
Тек ĕмĕт пĕр шухăш…
Курмăттăм тĕнчене,
Кăтартмăттăм сăннăма:
Выртăттăм эп луччă
Тăпрапа витĕнсе.
Эпĕ выртнă çĕрте
Шăпчăк-кайăк юрлĕ.
Тен, унăн юррине
Манăн савнă тус илтĕ.
Ун чухне çамрăк хĕр
Ман çинчен шухăшлĕ,
Сывлăм пек куççульне
Пит тăрăх юхтарĕ.
Чĕмпĕр, 1903, май.