Иисус Христос мĕнле тĕвĕленни пирки


Kyçаруçăн кĕтесĕ

VulaCV валли ятарлăн çырнă оригиналлă авторла публикаци  


Мария йывăр çын пулса тăни çинчен Матфей çырнă Евангелинче, 1-мĕш сыпăкĕнче çырса панă. Вăл йывăр çын мĕнле майпа пулса кайнине вара 18-мĕш тата 20-мĕш сăввисенче çырса пĕлтернĕ. Çак сăввисенĕн икĕ чăвашла куçарăвне тата грекла текстне пĕр-пĕринпе танлаштарса пăхар. Чăн малтан грекла тексчĕн шухăшне тĕрĕс ăнланса илер (куçараканĕ грекла тексчĕн шухăшне чăвашла куçарăвĕнче упраса хăвармалла-çке). 
18-мĕш сăввинчен пуçлатпăр. Çак сăвăн грекла тексчĕ акă:

του δε ιησου χριστου η γεννησις ουτως ην:
μνηστευθεισης γαρ της μητρος αυτου μαριας τω ιωσηφ
πριν η συνελθειν αυτους
ευρεθη εν γαστρι εχουσα εκ πνευματος αγιου
(Иисус Христосăн çуралăвĕ вара акă çапла пулнă:
Унăн амăшне, Марияна, Иосиф валли çураçсан,
вĕсем пĕрлешиччен
Мариян варĕнче Сăваплă Сывлăшран пулни паллă пулнă)

Пире интереслентерекен сăмахсем вара сăвăнăн вĕçĕнче тăраççĕ: ευρεθη εν γαστρι εχουσα εκ πνευματος αγιου. Вĕсенĕн пĕлтерĕшĕ мĕнле? Иосиф, паллах, Мария йывăр çын пулса тăнине асăрхаса илнĕ (таврари ытти çынсем çавна çав вăхăтра пĕлмен: 19-мĕш сăввине вулăр). Анчах та вăл Мариян варĕнче тĕвĕленнĕ ача Сăваплă Сывлăшран пулнине пĕлмен (çавă, каллех, 19-мĕш сăввине вуласан паллă), Мария кампа та пулин çывăрса (урăхла каласан, çылăха кĕрсе) йывăр çын пулса тăнă тесе шутланă пулмалла. Матфей вара, хăйĕн Евангелийĕне çырнă чух, Мария чăннипе мĕнле майпа йывăр çын пулса тăнине пĕлнĕ, мĕншĕн тесен Иисус Христос çуралнипе çыхăннă событисем иртнĕ хыççăн çырнă. Çавăнпа та вăл Сăваплă Сывлăш çинчен çырнă та: Мариян ăшĕнче тĕвĕленнĕ ача Сăваплă Сывлăшран пулнă. Çакна Иосифа тĕлĕкре ангел пĕлтернĕ (мĕншĕн-ха Мария Иосифа хăйне ангел мĕн пĕлтернине каласа паман — Лука 1:26-38?). Çавăн çинчен 20-мĕш сăввинче вулатпăр (эпир ăна каярах анализласа илĕпĕр).
18-мĕш сăввине чăвашла мĕнле куçарнă-ха? Раççей Библи Пĕрлĕхĕн куçарăвĕ: «Таса Сывлăш хăвачĕпе Мария йывăр çын пулнă». Библи Куçарăвĕн Институчĕн куçарăвĕ: «Святой Сывлăш хăвачĕпе Мариян çие юлнă». Иккĕшех грекла текстĕнче çук хăват сăмаха хушаççĕ. Паллах, Мария Сăваплă Сывлăш хăвачĕпе йывăр çын пулнă. Çавăн çинчен пире Лука 1:35 пĕлтерсе парать (унта хăват сăмах пур). Çапах та, ман шутпа, куçараканĕсем 18-мĕш сăввин грекла тексчĕн пĕлтерĕшне упраса хăварайман. Матфей ача мĕнле тĕвĕленни çинчен мар, вăл ăçтан (е камран) тĕвĕленни çинчен çырнă. Иисус Христос Сăваплă Сывлăшран тĕвĕленнĕ: Мариян варĕнчи тĕвĕ Сăваплă Сывлăшран пулнă. Матфей шăп çак шухăша пĕлтересшĕн пулнă ĕнтĕ. Çакна 20-мĕш сăвви çирĕплетет:

 

ταυτα δε αυτου ενθυμηθεντος
ιδου αγγελος κυριου κατ οναρ εφανη αυτω λεγων
ιωσηφ υιος δαβιδ μη φοβηθης παραλαβειν μαριαμ την γυναικα σου
το γαρ εν αυτη γεννηθεν εκ πνευματος εστιν αγιου
(вăл çакна шухăшласанах,
акă Çӳлхуçа ангелĕ ăна тĕлĕкре курăннă та каланă:
Иосиф, Давид ывăлĕ, Марияна, хăвăн арăмна йышăнма ан хăра,
мĕншĕн тесен унра çурални – Сăваплă Сывлăшран)

20-мĕш сăввинче ангел 18-мĕш сăввинчи шухăша тата уççăнрах пĕлтерет: Мариян ăшĕнче тĕвĕленнĕ (çуралнă) ача Сăваплă Сывлăшран пулнă. Ангел Мария мĕнле майпа йывăр çын пулса тăнине палăртмасть, Мариян варĕнчи ача ăçтан (мĕнле) пулса кайнине палăртать. Çак сăввине те чăвашла мĕнле куçарнă-ха? Раççей Библи Пĕрлĕхĕн куçарăвĕ: «Давид ывăлĕ Иосиф! эсĕ арăмна, Марийăна, ху патне илме ан хăра: вăл Таса Сывлăш хăвачĕпе йывăр çын пулнă». Библи Куçарăвĕн Институчĕн куçарăвĕ: «Давид патша йăхĕнчи Иосиф, – тенĕ Турă ангелĕ, – эсĕ арамна, Марияна, ху патна илме ан хăра, вăл Святой Сывлăш хăвачĕпе йывăр çын пулнă». Хăвăрах куратăр, грекла тексчĕн шухашĕ упранса юлман: Иисус Христос Мариян варĕнче мĕнле майпа (ăçтан) пулса кайнине палăртас вырăнне куçарăвĕсем Мария мĕнле майпа йывăр çын пулса тăнине палартаççĕ. Грекла тексчĕпе чăвашла куçарăвĕсем хушшинчи ăрасналăхне палăртни, тен, ахаль çынăн кулленхи пурнăçне нихăш енчен те тивмест, çапах та Библине тĕрĕс куçарас тĕлĕшре питĕ вырăнлă: Турă Хăйĕн Сăмахĕн ăшне пĕр кирлĕ мар сăмах та кĕртмен.
Урăх куçарăвĕсемпе танлаштарар. Синодăн вырăсла куçарăвĕнчен пуçлар (чăвашла куçараканĕсем çак куçаруран куçарнă ĕнтĕ).

18-мĕш сăвви: «оказалось, что Она имеет во чреве от Духа Святаго» – «унăн варĕнче Сăваплă Сывлăшран пур иккен».
20-мĕш сăвви: «родившееся в Ней есть от Духа Святаго» – «унра çурални — Сăваплă Сывлăшран».

Куратăр ĕнтĕ, вырăсла куçарăвĕнче грекла тексчĕн шухăшĕ упранса юлнă. Мĕншĕн-ха вара чăвашла куçараканĕсем вырăсла куçарăвне ăнланса та тимлесе çитеймен?

Халĕ вара тутарла куçарăвĕпе танлаштарар:

18-мĕш сăвви: «Мәрьямнең Изге Рухтан балага узганы ачыкланган» – «Мариян Сăваплă Сывлăшран ачана иртни паллă пулнă» (кăлтăклă, тӳрĕ куçару).
20-мĕш сăвви: «Карынында йѳрткән баласы Изге Рухтан» – «унăн варĕнче пур ачи — Сăваплă Сывлăшран».

Тутарла куçараканĕсем, ман шутпа, грекла тексчĕн шухăшне упраса хăварайнă.

Библинче ача çуратма пултарайман хĕрарăмсем çинчен сырса хăварнă. Вĕсен шутĕнче Сарра, Анна, Елизавета. Вĕсем, Туррăн хăвачĕпе пулин те, арçынпа çывăрнăран йывăр çын пулса тăнă: вĕсенче тĕвĕленнĕ ачасем арçынсенчен пулнă. Мариян ачи вара пачах урăхла: Сăваплă Сывлăшран пулнă. Çак шухăш — Библин питĕ паха чăнлăхĕ. Иисус Христос, пирĕн Çăлакан, ахаль çын пулман: Сăваплă Сывлăшран çуралнă çын пулнă.


Copyright © 2017 VulaCV: Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ. Автор прависене хÿтĕленĕ.
Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

w

Connecting to %s