Гавріилъ Эльдебеневъ
Юпа 21-мĕшĕ
Ей йуратнă тăвансем! Пайан пирĕн аслă патшамăр Николай Александрович патшана кĕнĕ кун. Епир ђиркĕве Турра пирĕн патшана халиђђен сывă сыхланăшăн тав-тунă, малашне те сывă усраса халăха ырă тума, тăшмансене çĕнтерме пулăштăр, тесе кĕл-тума пухăнтăмăр. Пайанхи кун епир Турă патшамăра халиђђен халăха тунă ырăлăхĕсене малашне те тума пулăшĕ тесе шанатпăр. Халăха ырăлăх тума Турă патшана вăй-хăват, пуйанлăх, ђаплăлăх панă. Турă пур ырă йапалана ырă тума парат̌. Патшанăн нумай ырă ĕç тумалла: патшалăхри пур халăха пулăшмалла; пурне те Христос тĕнне вĕрентме тăрăшмалла; çырăва вĕрентмелле; йалан вăйлă пулса тăрса патшалăхри халăх лăпкă, йĕркелĕ, çителĕклĕ пурăнтăр, тесе тăрăшмалла. Çавăнпа та Турă ăна вăй-хăват та, пуйанлăх та панă.Малаллине вулас