Пĕрремĕш юр – Н. Сладков


Н. Сладков


Пĕрремĕш юр 

Тем пулса иртнине туйса вăрманти йывăçсем çĕрĕпех пăшăлтатрĕç. Ирхине паллă пулчĕ вара: юр ÿкнĕ иккен, тарăн юр.

Юрпа пĕрле вăрмана ăнланмалла мар япаласем килсе тулнă. Вĕсем тункатасемпе туратсем çине ларнă, чăрăшсемпе пихтăсем çине хăпара-хăпара кайнă.

Кĕрт ăшĕнчен шап-шурă кĕрĕклĕ, пысăк çĕлĕклĕ вăрман этемĕ тухнă. Тухнă та юр айĕнчи вăрман çине хускалмасăр пăхса ларать. Тен, вăрман çине те мар, хăй çывăхĕнчи çав салхуллă кĕлеткесем çине пăхать?

Салхуллă кĕлеткесем питĕ теме аса илтереççĕ. Çук… ниме те аса илтермеççĕ. Хуйха путнă кĕлеткесене хĕвел ачашлама пуçларĕ те, унăн чăрăш лăссиллĕ куç харшийĕсенчен çийĕнчех куççуль тумлама тытăнчĕ…

Çывăхрах, сылтăм енче, темле йăрă чĕр чун икĕ ури çине тăнă: мулкач-и, пакша-и, йытă-и — калама та аптрамалла.

Акă тата маншăн пачах ăнланмалла мар пĕчĕк чĕр чун: вăрмана вăл юрпа пĕрле килнĕ те юрпа пĕрлех каять.

Улшăнакан чĕр чун та пур. Айккинелле пĕр утăм пус та — вăл сасартăках куçран çухалать, юр ларнă ахаль турат пулса тăрать. Авă тепĕр мыскара: кайăк тес — кайăк мар, чĕр чун тес — чĕр чун мар. Мăйне тăснă, çунаттисене уснă — халь тесен халь вĕçсе кайма хатĕр. Тĕртсе пăхсан çĕре ÿкет те чăл-пар саланса каять. Юр çинче вара лапчăннă вырăн çеç юлать — паллă мар япала ÿкнĕ йĕр.

Шурă упасемпе шурă тăманасем те пур. Шурă мулкачсем юпа пек тăраççĕ. Хăйсем хăлхисене пуçĕ çийĕн çĕкленĕ, урисене хырăмĕ çине хунă: асăрханса хытса тăнă. Тĕлĕрекен юр çийĕн юмахри шурă слон васкамасăр утса пырать. Вăрманĕпех тĕлĕнмелле чĕр чунсемпе вĕçен кайăксем! Ун йышшисене вăрманта çеç — хĕллехи вăрманта! — курма пулать. Урăх ниçта та кураймăн.

В. Игнатьев куçарнă

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.