Чи-чи кăсăя…


Никифор Ваçанкка


Чи-чи кăсăя…

— Чи-чи кăсăя, кăсăя,blue-tit
Шыв кÿрсемччĕ, кăсăя.
— Эп хăратăп кашкăртан,
Эп хăратăп упаран.
— Шыв кÿрсемччĕ, кăсăя,
Кашкăр халĕ шурлăхра,
Упи кайнă сунара.

Ка-ач, ка-ач качака

Ка-ач, ка-ач качакин2014_round5_goatlogo-01.png
Лăпăс-лăпăс сухалĕ,
Шĕп-шĕвĕркке мăйраки,
Кăкарам-и хурăнтан,
Кăшт ятлам-и хушăран:
— Çиме çи те çиессе,
Пăрах эсĕ сикеççĕ,
Йывăçсене ан кăшла,
Ан хуç манăн кăмăла!

Нăрик тус

36a086fb6fa6fa4bf7f86c3472ab574a-yard-party-funny-farmНăрик, нăрик, Нăркки тус —
Вăрман тăрăх вăл утать,
Симĕс курăк вăл татать,
Кунтăка вăл тултарать.
Унтан киле чуптарать.

Куян уçăлма тухать

nalepky-na-steny-ilustrace-kralicek-karikaturaПĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă.
Уçăлма куян тухать те,
Сунарçи ăна курать тет,
Пăшалне персе ярать тет.
Еф! Уф-ф! Кĕрс те кĕрс-с!
Палт! йăванать куян тус.

Кукăр сăмса тăмана

337f7c82d79b3ac1b91e92ed088e9a1fКукăр сăмса тăмани —
Пысăк куçлă куками —
Тунката çине ларать,
Куçне-пуçне пăркалать,
Таплаттарать урипе,
Мăчлаттаратъ куçĕпе.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.