Евангеліе Çыракан Святой Апостол Іоанн Богослов çинђен Вĕрентсе Каламалли


Тарасий Максимовъ


Авăн 26-мĕшĕ

Ей йуратнă тăвансем, пайан таса ђиркÿ святой апостол Іоанн Богослова асăнса праçник тăват̌. Іоанн Богослов Іисус Христосăн йуратнă вĕренекенĕ пулнă. Çавăнпа вăл Іисус Христос хĕрес çинђе асапланнă ђухне, Унăн хĕресĕ патĕнђе хуйхăрса тăнă. Унта тата таса Хĕр Марія та пулнă. Таса Хĕр Маріяна, Іисус Христос хĕрес çинђе асапланнине курма, тÿссе ирттерме пит хĕн пулнă. Вăл ђунтан-вартан татăлса, хуйхăрса, йĕрсе тăнă. Іисус Христос хĕрес çинђе çакăнса тăнă ђухне, Хăйĕн Амăшĕ çине пăхса, Іоанна пуçĕпе кăтартса каланă: „акă санăн ывăлу“,тенĕ. Вара Іоанн çине пăхса каланă: „акă санăн Аннÿ“, тенĕ. Іисус Христос çапла каласан, Іоанн Богослов Вăл Турă Амăшне хăй çуртне илсе кайнă та, Ăна леш тĕнђене куçитђђенех хăй амăшĕ пек пит лайăх пăхса усранă. Вăл, таса Хĕр Марія хăй Ывăлĕшĕн хуйхăрнă вăхăтра, йаланах лăплантарнă. Іоанн Богослов Турă Амăшĕ леш тĕнђене куçиђђен çынсене Христос тĕнĕ çинђен вĕрентсе Іерусалимре пурăннă. Вăл çынсене Христос тĕнĕ çинђен пит хытă тăрăшса вĕрентнĕ, вĕсене пулăшса пурăннă. Турă Амăшĕ леш тĕнђене куçсан Іоанн Богослов кĕçĕн Азія çĕрĕнђе çынсене Христос тĕнĕ çинђен вĕрентсе пурăннă. Çав вăхăтра Рим патши Домиціан пулнă. Вăл суйа тĕнпе пурăннă. Христос тĕнĕпе пурăнакансене пурне те асаплантарса вĕлерттернĕ. Çапла вăл Іоанн Богослова та вĕлересшĕн пулнă. Çавăнпа вăл Іоанн Богослова вĕрекен çу хуранĕ çине йарса вĕретнĕ. Анђах ăна ним сийен те пулман. Вара ăна Домиціан Патмос йатлă тинĕс варринђи ут çине йанă. Вăл унта тĕнђе йепле пĕтесси çинђен çырнă. Домиціан вилсен вăл каллах кĕçĕн Азія çĕрне тавăрăннă, Христоса ĕненекенсем ыйтнипе вăл тăваттăмĕш Евангеліе çырнă. Іоанн Богослов пит ватăлиђђен пурăннă. Вăл вуник апостолтан пĕри ырă канлĕ вилĕмпе вилнĕ.

Іоанн Богослов Вăл Турă Амăшне хăй çуртне илсе кайнă та, Ăна леш тĕнђене куçитђђенех хăй амăшĕ пек пит лайăх пăхса усранă.

Ей йуратнă тăвансем, епир Іоанн Богослов Турă Амăшне хăй çуртĕнђе йепле лайăх пăхса усрани çинђен илтрĕмĕр. Тата çынсене Христос тĕнĕ çинђен йепле пит тăрăшса вĕрентнипе вĕсене пулăшса пурăнни çинђен те илтрĕмĕр. Пирĕн те, Іоанн Богослов пек, камăн мĕн ђухлĕ вăй çитнĕ таран çынсене пулăшма тăрăшас пулат̌. Акă пирĕн хушшăмăрта та мĕн ђухлĕ тăлăх, суккăр, уксах, ђăнах, ђĕлхесĕр, сывмар тата ытти ђирсемпе асапланакан та пит нумай. Епир Турă панă ырăлăхпа ĕçес-çийес тĕлешĕнђен аптăрамастпăр. Астуса илер-ха, хăшĕ-хăшĕ пĕр татăк çăкăрсăр лараççĕ, ĕçес-çийес килнипе, пит хытă тертленеççĕ. Пирĕн тĕрлĕрен тумтирсем пур; хăшĕ-хăшĕ хĕллехи сивĕре те кĕпепе анђах çÿреççĕ, вăл та пулин çĕтĕк, ђĕтĕресе тĕршĕнсе пурăнаççĕ. Пирĕн кĕрсе тухмалăх çурт-йĕр пур; астуса илĕр-ха, хăшин хăшин ларса канмалăх вырăнĕ те çук, вĕсемшĕн çĕр тÿшек вырăнне, алли минтер вырăнне пулса тăрат̌. Пире хуйхă пуснă вăхăтра тăвансемпе хурăнташсем лăплантараççĕ; хăшне-хăшне пит йывăр хуйхă ђухне те лăплантаракан пĕр ырă çын та çук. Епир сывă пурăнатпăр; хăшĕ-хăшĕ хăй ĕмĕр тăрăшне ђирле асапланса пурăнат̌, шăмми-шакки ыратнипе пĕр хусканаймасăр выртат̌. Епир тĕнђери Турă пултарнă йапаласене курса савăнатпăр, савăннипе пĕтĕм тĕнђене Хăй ирĕкĕпе тытса тăракан Турра мухтатпăр. Суккăрсем мĕн ђухлĕ телейсĕр; вĕсем Турă пултарнă йапаласене курма мар хăйсене çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшне те кураймаççĕ. Вĕсемшĕн кун та çĕрлехи пекех, вĕсем ĕмĕрех тĕттĕмре пурăнаççĕ. Пирĕн ђĕлхе калаçат̌. Ђĕлхе калаçнипе епир пур ырăлăха паракан Турра мухтаса аслăлама пултаратпăр. Пире пĕр-пĕр хуйхă пулсан пĕрне-пĕри каласа лăплантаратпăр. Ђĕлхесĕр çын мĕн ђухлĕ хуйхăрат̌-ши? Унăн хуйхине хăйĕн ђĕрипе пĕтĕм тĕнђене пултаракан пĕр Турă анђах пĕлет. Вăл хăйĕн шухăшĕсемпе хуйхисене тем пек каласа кăтартма тăрăшат̌, анђах ăна никам та ăнланма пултараймаст̌.

Ей йуратнă тăвансем, апла пулсан пирĕн те Іоанн Богослов пек пулма тăрăшас пулат̌. Ав, пирĕн хушшăмăрта хуйхăпа çынсем пит нумай. Пирĕн вĕсене мĕн вăй çитнĕ таран мĕнпе те пулсан пулăшма кирлĕ. Епир Турăран ырăлăх илес тесен, пирĕн хамăрăн та ыттисене пулăшас пулат̌. Мĕншĕн тесен епир ыттисене пулăшмасан, епир те Турăран ырăлăх кĕтме пултараймастпăр. Çынсене пулăшасси çинђен Іаков апостол акă мĕн каланă: „çынсене пулăшмансене Турă пĕр хĕрхенмесĕр сут тăвĕ; çынсене пулăшни, Турă сутĕнђен хăтарĕ“, тет. Епир тата çакна та асра тытса тăрар. Епир çынсене пулăшмасан, пирĕн кĕлĕ те Турă патне çитмест. Пирĕн çынсене хуйхă килнĕ вăхăтра мĕн майпа та пулсан пулăшма тăрăшас пулат̌. Вара епир те Турăран таса çынсем илнĕ ырăлăха илме пултаратпăр. Акă ун çинђен Іисус Христос таса Евангеліере мĕн каланă: „çынна хĕрхенекенсем телейлĕ, вĕсене Турă хĕрхенĕ“, тенĕ.

Ей Турă, пирĕн çынсене пулăшма вăй çитейменнине, святой апостол Іоанн Богослов кĕл-тунипе, Есĕ пире Ху пулăшсам!


Çăлкуç:

Сборникъ Проповѣдей на Двунадесятые Праздники и Дни Великихъ Святыхъ. На Чувашскомъ Языкѣ. Выпускъ 3-Й. Подъ редакціей Н. В. Никольскаго. Отъ Переводческой Коммиссіи Православнаго Миссіонерскаго Обще­ства печатать разрѣшается. Казань, 1913 года, января 18 дня. Предсѣдатель Переводческой Коммиссіи, профессоръ Казанской Духов­ной Академіи М. Машановъ. № 471-й.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.