Кун килет те каять çаврăнса…

Вула Чăвашла

Любовь Мартьянова


Кун килет те каять çаврăнса,
Шуçăмпа çĕнĕ кун çуралать.
Шăнкăрав сассилле çывхарса,
Кайăк хур сассилле çухалать.

Кĕрхи кун кĕрхилле те — хитре —
Пăтăр-пăтăр ÿкет сар улма.
Улма мар та-и, тен… тĕтрере
Минутсем патлатаççĕ ума.

Кам курать ман чунри хĕлĕхе?!
Тунсăхпа тулнăскер, кĕрхилле
Янăратăр-и вăл халлĕхе
Нихăçан çитмесле сив хĕлле.

Кун килет те каять çаврăнса.
(Вăхăта вăхăт çеç хăвалать.)
Шăнкăрав сассилле çывхарса,
Кайăк хур сассилле çухалать…

Публикацин оригинальне курас

В. Харитонов: Кĕрхи вăрманта

Владимир Харитонов


Кĕрхи вăрманта

Хуралсах пырать ĕнтĕ юманлăх,
Патлатса ÿкет сап-сар йĕкел.
Сулхăн чăтлăха кĕрсе хăналăх
Чалăшшăн пăхать шупка хĕвел.

Малаллине вулас