Йăсăркка


Федор Павлов


Экспромт

В.П.

Шет хитре хĕр,
Шет ырă хĕр —

Куç-пуç çуталать,
Çÿхе тути йăл кулать,
Яштак пилĕк авăнать,
Чăмăр кăкри хумханать…

Шет хитре хĕр,
Шет ырă хĕр —

Маншăн куçĕ çуталмасть,
Çÿхе тути йăл кулмасть,
Яштак пилĕк авăнмасть,
Чăмăр кăкри хумханмасть…

Шет хитре хĕр,
Шет ырă хĕр —

Ман еннелле çавăрăнмасть,
Ылтăн пуçне каçăртать,
Мăн кăмăлне палăртать —
Ман чĕрене çунтарать…

1910

Йăсăркка

Кутсăр-пуçсăр çил-тăман,
Çавра çил пек çаврăнса,
Тĕнче тăрăх кустарать.
Арçури пек ахăрса,
Пин шăпăрпа шăлнă пек,
Шурă юра вĕçтерсе
Çил улать те шăхăрать.
Çĕрпе уйăх хушшинче,
Вĕри çĕлен пек ярăнса,
Çуркуннехи авăрти
Пăрлă шыв пек пăтранса,
Хулăн тискер пĕлĕт чупать.
Курăнми уйăх çуттипе,
Вут та кăвар хĕмĕ пек,
Юр сирпĕнни палăрать.
Çăвар уçма, сывлама
Нимле май çук: юр кĕрлет,
Вĕрсе, сурса лартнă пек,
Ку лапашки питĕрнет.
Шăнса кайнă ал-ура,
Вăпăр карчăк тытнă пек,
Хытса каять, тапранмасть.
Темĕн ывтса ярас пек,
Çилĕ вĕрет уласа,
Вăл чавăхса çитнипе
Пĕлми пулса, çуран çын
Кайса ÿкет кĕрт çине.
Çав вăхăтрах йăсăркка,
Шыв хĕрринчи патака
Хăйăр хывса кайнă пек,
Çынна пытарса каять…
Уй варринчи пĕр çуна
Пырать путса, чÿхенсе.
Лаши тăрăх тар юхать,
Тарпа хутăш шыв юхать,
Лаши ывăнни паллах,
Хуллен çемçе кĕрт çинче
Аран пырать хашлатса.
Тăлăп çухи тăратнă,
Ларса пырать хуçийĕ.
Юрă юрлать, кăшкăрать,
Çил-тăманпа ятлаçать.
Чăпăрккапа лашине
Тиверткелет хушăран.
— «Уй-уй урлă каçрăмăр та
Ыраш хăмăль çуттипе,
Вăрман витĕр тухрăмăр та
Вĕрене çулçи çуттипе
Хăта килне кĕтĕмĕр те
Хăта пуç кукши çуттипе…»
Тесе юрлать кăшкăрса.
— «Манăн мĕншĕн кулянас
Маттур лаша пур çинчен?
Çил йăсăркка пулсан та,
Çавах киле çитĕпĕр…
Эй, халĕ, атте лаши!..
Аяр-аяр — аякра!..» —
Кам чĕмери хушнă-ши
Тăман витĕр çÿреме
Уй варринчи ку çынна?
Çитменнине, çур çĕр халь…
Ырра сисмен пулĕ вăл —
Усал сывлăш астарса
Хăваласа кăларнă пуль,
Уйра çул-йĕр çук çĕрте
Аташса çÿретме,
Унтан шăнтса вĕлерме?..
Кутсăр-пуçсăр çил-тăман
Тĕнче тăрăх кустарать,
Пин шăпăрпа шăлнă пек,
Шурă юра вĕçтерсе,
Çил улать те шăхăрать.
Пĕр-пĕринпе хутăшса,
Хулăн пĕлĕт çавăрнать,
Курăнми уйăх çуттипе,
Вут та кăвар хĕмĕ пек,
Юр сирпĕнни палăрать…

1913

Вĕлле хурчĕ…

Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт,
Мĕншĕн эсĕ нăрлатан?
Сарă чечек тăрринче
Çавăрăнса çÿретĕн?
Сарă чечек тăррине
Пыллă карас терĕн-им?
Шанса каяс илемне
Çутă сывлăм терĕн-им?
Ах, шухăшăм, шухăшăм!
Мĕншĕн эсĕ пăтранан?
Сарă хитре хĕрĕшĕн
Мĕншĕн ăша çунтаран?
Сарă хĕрĕн илемне
Хĕвел çутти терĕн-им?
Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт,
Шав нăрлатать, çаврăнать —
Ман ăшра та çавăн пек
Тĕрлĕ шухăш пăтранать,
Хитре сарă хĕрĕшĕн
Çамрăк ăша çунтарать…

1910

Савнă хĕр, хитре хĕр…

Савнă хĕр,
Хитре хĕр,
Юрататăн пулсассăн,
Итле — купăс мĕн калать…
«Санăн çутă илемшĕн
Манăн шухăш пăтранать,
Эпĕ сана курсассăн,
Хĕвел тухнăн туйăнать…»
Савнă хĕр!
Хитре хĕр!
Юрататăн пулсассăн,
Итле — купăс мĕн калать…
«Эсĕ куçран пăхсассăн,
Манăн чĕре çĕкленет;
Эсĕ сăмах хушсассăн,
Манăн чунăм çĕкленет…»
Савнă хĕр!
Хитре хĕр!
Юрататăн пулсассăн,
Итле — купăс мĕн калать…
«Сана чунтан юратса
Ыталаса макрăттăм,
Сана пăхса, савăнса
Ĕмĕр санпа пулăттăм…»
Савнă хĕр!
Хитре хĕр!
Юрататăн пулсассăн,
Итле — купăс мĕн калать…
«Сана чунтан юратса
Ыталаса макăрăттăм,
Сана пăхса, савăнса
Санпа кăна пурнăттăм».
Савнă хĕр!
Хитре хĕр!
Эсĕ мана та саван,
Ăна купăс каламасть…

1912

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.