
Илпек Микулайĕ – Чăваш АССР-ĕн халăх писателĕ, куçаруçă, публицист. Чăваш Патшалăх Пединститутĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн учитель пулса ĕçленĕ. Унтан ЧАССР Совнаркомĕн радиовещани комитечĕнче тата кĕнеке издательствинче редактор пулнă, Чăваш писательсен Союзĕнче правлени секретарĕнче ларнă….. Тĕплĕнрех →
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Хура Çăкăр
Пролог
Ĕмĕр сакки сарлака!
—Ваттисен сăмахĕ
• Шуйхатакан căнсем
• Суясене пуççапни
• Суицид
Ларма хĕр пек капăррăн курăнать çурт умĕнчи лаштра хурама. Парка турачĕсем кивĕ пÿртĕн улăм çивиттине ешĕл чатăрăн карса илнĕ. Урамалла тухакан пĕчĕк чÿречесем иккĕш икĕ еннелле чалăшнă та, пĕри урам урлă, тепри хăй умĕнчи тăпрас çинелле пăхать. Пÿртпе юнашар чăнкă пусмаллă крыльца пур, çуртне кура мар каçăрăлса тăрать: çÿллĕ, сарлака та чечен; кивĕ пÿрт çумĕнче вăл—çĕтĕк сăхман çине хаклă пустав татăкĕ лартса янă саплăк пек. Крыльца тăррине кĕ-теслекен хăмасене чăвашла касса тĕрленĕ. Пусма аяккипе чĕнтĕрленĕ карлăк анать. Чаплă крыльцапа юнашар çĕрĕшнĕ юпасенчен тыттарнă çил хапхи пур, вăл лаптак витнĕ лаççа тĕкĕнет. Лаçă умĕнче армак-чармак тараса каркаланса тăрать.
Лутра лупасайĕнче чăпар чăхсем чаваланаççĕ. Хÿме çумне хăрах турталлă юман акапуç таянтарса хунă. Сăлăп янă витере хушка çамкаллă çÿрен юпах кĕçенкелесе илет, хушăран вăл малти сакăл урипе урайне канăçсăр кукалет.
Картишĕнчен пÿрте кĕме пăлтăр умне тăвăр пусма сарнă. Пÿрчĕн, урамалла тухакан икĕ чÿречесĕр пуçне, пахчаналла тепĕр чÿрече пур, унăн çĕмрĕк куçне çил кĕресрен çĕтĕк ланчашкапа питĕрнĕ. Пăчă. Тăкăскă та чĕрĕ сывлăш. Алăк патĕнчи йăрхахсенче — тĕрлĕрен тумтир. Урлă сак çинче маччана перĕнес пек тÿшек-минтер купаланса выртать, тенкелĕ çинче — сăран питлĕ минтер — хуçа вырăнĕ. Килти çынсем тĕпел кукăрне пуçтарăннă; пурте салху та шăп—сăмах хушма хăраса тăраççĕ. Кансĕр шăплăхра пĕрене çурăкĕнчи хĕрлĕ таракан çăтăртатни çеç хутран-ситрен илтĕнет. Алăк патĕнчи йывăç пуçелĕклĕ лутра путмар çинче Çамакка выртать. Юлашки сывлăшне халь-халь кăларас пек, вăл хăвăрт-хăвăрт сывлать. Питĕнчен юн тарнă, йĕтĕн чÿпĕкĕ пек кĕске сухалĕ çак кунсенче тата ытларах шуралнă.
Çамаккана шалкăм çапнă. Вилсе кайиччен чĕлхи те пулин уçăлинччĕ тесе, тăванĕсем аякри юмăçсем патне те çÿрерĕç, чÿк хывнă чухне те мĕн кирлине хĕрхенсе тăмарĕç, мунча пăлтăрĕнче шăпăр та çыхтарчĕç, пÿлĕхе те тархасларĕç—усси пулмарĕ. Çамаккан чĕлхи уçăлмарĕ. Вăл сулахай урипе аллине кăна хускаткалать, çăварĕнче пĕр тĕпренчĕк пулмасан та, хушăран темĕн чăмлать, типсе куштăрканă тутине çулакалать, хĕсĕк куçне мăч-мăч уçса-хупса, хăй умĕнче камкам тăнине пĕлме тăрăшнă пек пăхкалать. Умĕнче вара икĕ ывăлĕ — Шерккейпе Элентей тăраççĕ, унтан Шерккей арăмĕ Сайте, хĕрĕ Селиме, кĕçĕн мăнукĕсем Тимрукпа Ильяс, — пурте вĕсем старике куç сиктермесĕр пăхаççĕ. Сайтепе Селиме саппун вĕçĕпе куçĕсене шăлкалаççĕ, Ильяс, çемьере чи кĕçĕнни, çиччĕ пуснăскер, аслашшĕн чи юратнă мăнукĕ, енчен енне хăравçăн пăхкалать; Тимрук йĕрес килменрен йĕрĕм пек тăвать. Шерккей аллисене кăкăрĕ умне хĕреслетсе тытнă, хускалмасăр тăрать.
— Çаплах пĕр сăмах та каламарĕ-и? —шăплăха татса, шанмасăр ыйтать Элентей.
— Пĕр сăмах та каламарĕ, —сăмах хушать Шерккей.
Элентей чирлĕ ашшĕн аллине чăмăртать, çамкине тыта-тыта пăхать. Ашĕ вăркать хăйĕн, йăлкăшан хăмăр куçе енчен енне тирсе пăхать.
— Саккăрмĕш кун-и? —çаврăнса ыйтать вăл инкĕшĕнчен, ашшĕ ÿкнĕренпе миçе кун иртнине маннă пек пулса,
— Саккăрмĕш кун, ывăлсем, — тет Сайте шăппăн çеç.
— Паян вилет, — татса калать Элентей, — Тĕлĕкне куртăм. Пÿрт лартрăмăр пек. Çĕнĕ пÿрт. Чÿрече кастармарăмăр. Витмерĕмĕр. Алăк уçса атте кĕрсе кайрĕ. Чĕнтĕм — тухмарĕ, Шаккарăм — уçмарĕ. Вилет.
Шерккей нимĕн те чĕнмест. Унăн хăйĕн шухăш; «Пÿрт тенĕрен, сана, шăллăм, çĕнĕ пÿрт лартса патăмăр-ха, уйрăлса тухрăм та ырă курса пурăнатăн, тав тăвас вырăнне тата тем хапсăнатăн-ха», — тесе шухăшлать вăл шăллĕ пирки.
Чирлĕ çын çав вăхăтра хăрах урине мелсĕр хускатрĕ, хăрах аллине кăкăрĕ патнерех çĕклерĕ, такама кăчăк туртса чĕннĕ пек, пÿрнисене икĕ хут хутлатрĕ. Шерккейпе Элентей иккĕшĕ те ун патнелле пĕр харăс пĕшкĕнчĕç. Ватă Çамакка тем калать, тути мĕкĕлтетет, сасси илтĕнмест. Акă вăл кăчăк туртан аллине улача тÿшек пичĕ тăрăх халсăр шутарчĕ те çĕрелле усрĕ, шĕвĕр пÿрнипе урайнелле тĕллерĕ.
— Тем кăтартмасть-и, тем кăтартмасть-и вăл? —ыйтрĕ Шерккей куç чарса пăхакан Элентейрен.
— Вилчĕ… Шăнăрĕ юлашки хут туртăнчĕ.
Пÿртри хĕр-хĕрарăм ÿлесе йĕме тытăнчĕ. Элентей, пĕр чăрманса тăмасăр, ашшĕ кĕсйинчен сăтăрăлса пĕтнĕ сарă енчĕк туртса кăларчĕ, пур пек укçине шутласа, енчĕкне тĕпелти сĕтел çине çиллессĕн çĕклесе çапрĕ; çыхман енчĕкри укçа, пăхăр авăрлă çĕçĕ тĕлне лексе, саланса кайрĕ.
— Утмăл икĕ тенкĕ!.. Çак кăна-и?! — вилнĕ ашшĕне вăратас пек кăшкăрса ячĕ Элентей. — Ытти ăçта?
Вăл, ашшĕ путмарне хăпăл-хапăл хускатса, виллĕн тепĕр енне кайса тăчĕ.
— Итле, тете… Тăс аллуна атте урлă. Кала, атте укçине мансăр таткаламарăн-и?
— Йĕркеллĕ пул-ха, шăллăм, — йăлăнчĕ Шерккей, аллине вилнĕ ашшĕ урлă тăсса. — Мĕн калаçан кирлĕ мара? Атте пире кĕсйи патне мар, тумтирĕ патне те яхăнне яман, яхăнне яман, ху пĕлместнем? Ме, тыт таса аллăма!
— Юрĕ. Ĕненетĕп, Хам пĕлетĕп… Итле! Атте ятĕнчен мĕн те пулин юлни пулсан — пĕтĕмпе çурмалла. Тете, пĕр сĕтел çинчи çăкăр-тăвартан уйрăлмăпăр, Тăванла килĕштерсе, кирек хăçан та тÿрĕ пурăнар…
— Тÿрĕ пурăнар çав, унсăрăн епле вăл?
Вилĕ ашшĕ урлă çапла пĕр-пĕрне алă пани çак самантра темле вырăнсăр пек, килĕшÿсĕр пулса тухрĕ, Чăн та, мĕншĕн вĕсен тату пурăнмалла мар, мĕне пула хирĕçмелле?..
Элентей сĕтел патне пычĕ, малтан салатса янă укçине пĕррĕн-пĕррĕн пуçтарса çуррине Шерккее тыттарчĕ, çуррине хăй кĕсйине чикрĕ. Унтан вăл сарă енчĕкĕ тепĕр хут силлесе пăхрĕ. Енчĕкре тенкĕ çурра яхăн вак кĕмĕлпе пăхăр пуçтарăнчĕ, пĕр тутăхнă кукăр пăтапа пĕчĕк çăра уççи тупăнчĕ. Элентей вак укçана та çурмалла валеçрĕ. Çăра уççине пăхрĕ те пуçне сулкаларĕ; çуртра унпа нимĕн уçмалли те çук иккенне пурте пĕлеççĕ. Вĕсен ашшĕ хăй çавнашкал çынччĕ: кирлĕ-кирлĕ мар япала тупăнсан, ăна кĕсйине илсе чикмесĕр малалла ярса пусмастчĕ. Тен, çак кукăр пăтапа çăра уççине те çапла тупса чикнĕ пуль. Элентей, кусем аттерен асăнмалăх юлнă япаласем тесе, пăтине тетĕшне парасшăн пулчĕ, лешĕ илмерĕ, Элентей ăна çăра уççи сĕнчĕ. Шерккей ăна та хавас пулмарĕ. Вара Элентей çăра уççипе пăтине хăй илсе чикрĕ, енчĕкне Шерккее тыттарчĕ.
Çакă пулчĕ ĕнтĕ вĕсен ашшĕнчен юлнă пĕтĕм мулĕ. Кун пек пуласса Шерккей те, Элентей те кĕтменччĕ, анчах тинех мĕн тăвăн? Йывăрпа иртрĕ-çке ашшĕн кунçулĕ… Çамакка несĕлĕ пирки ялта тĕрлĕ сăмах çÿрет: хăшĕсем вĕсене ĕлĕк-авалтанах çапла чух пурăннă теççĕ, хăшĕ тата: «Вĕсем мул пур çинчех хытса пăнтăхнă», —тет, Çамаккан аслашшĕ-и, мăн аслашшĕ-и, хăй вăхăтĕнче таврари çулсен çĕрлехи тискер хуралçи пулнă пулать, вăл усал вăрă-хураха çывăх
курнă имĕш, пуян сутăçсене чееленсе юранă тет, çавăнтан вара хăй те пит пуйса кайнă пулать. Каярахпа, хăйĕн çывăх пĕлĕшĕсемпе тупăшса та тава кĕрсе, вăл таканлă вилĕмрен те аран çăлăнса юлнă имĕш…
Ял сăмахĕ ĕнтĕ, калаçан çынна ăçтан чарса пĕтерĕн. Кирек мĕн каласан та, вăл хăй еткерне усала вĕрентесшĕн пулман курăнать; вилес кунĕ çитеспе сывă тăванĕсене чĕнсе пуçтарнă, тет те, ÿлĕм хăйĕн юнлă çулне çерем пустăр, ăна никам та ан такăрлаттар тесе, хытарса каласа хăварнă, тет. Пил сăмахĕнче те вара халăха кÿрентермесĕр, таса чун хавалĕпе ĕçлесе, пурнăçа тĕрĕс-тĕкел тытма ÿкĕтленĕ, тет. Çак сăмахра тĕрĕсси те пулнă куран, Çамакка хăй пурнăçĕнче ĕмĕр тăршшĕ канăçа пĕлмесĕр ĕçлерĕ, нушаланчĕ, — ырри-шуррине мар, хурине ытларах курчĕ вăл, —çитти пурпĕрех çитмерĕ, пурпĕрех нимĕн те çук, ачисене нимĕн те хăвараймарĕ. Вăл тырă акса вырман-и, вăрман çĕмĕрмен-и, пахчаçимĕç ÿстерсе сутман-и, Пасарлă Упири хупахçă патне уйăхсерен эрех турттарса тăман-и?..
Сакăрвуннăсем пуçтаракан Çамакка тертлĕ пурнăçне кăптăрмăшла ирттерчĕ çав. Çÿрессе килте тĕртсе çĕлетнĕ кăвак йĕмпе, пир кĕпепе çÿрерĕ, çĕре те халь çаплипех кĕрет, çиессе те çăкăрпа суханран ытла ирттермерĕ, хушăран пултăран яшки сыпкалатчĕ, чăмăрла çĕрулми юрататчĕ; ĕне юр-варне тĕкĕнмен ĕнтĕ, эрех ĕçмен, ачисене те иртĕхме памарĕ. Хăй çапах та еккине янă самантсенче; «Ачамсене пехиллесе хăвармалăх кĕсъем пур-ха манăн», — тесе йăнкалтататчĕ. Янавар чунпа мĕн тума çÿрĕн, хăш чух кăштах мухтанас йăли те хăйпе пĕрлех çуралнă пуль çав; тен, вăл çавăн пек каласа, чунне кăна йăпатнă пуль, ватă чĕрине ăшăтнă пуль, çын куç умне курăнма ытлах вăтанмалла ан пултăр тенĕрен те каланă пуль, — кунçулĕ сÿннĕ сехетре çавăншăн тÿре пулмăпăр ун тĕлне. Ентĕ вăл кама мĕн сунса хăварнă пулĕччĕ-ши, кама мĕн каласшанччĕ-ши, — ĕлкĕреймерĕ-çке, «йывăр
тăпру çăмăл пултăрах», — терĕç ăна кун çути курма юлакан тăванĕсем. Пĕр Элентей кăна: «Эс, атте, темле вăрттăнна хăвăнпа пĕрле илсе кайрăн», — тесе, хăй тĕллĕн шухăша кайса, куçне халь те хуптарман вилĕ ашшĕне шанмасăр, хуçăлнă кăмăлпа пăхса тăчĕ.
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Кăнăçсăр ир
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Хура çăкăр çиекен хур пулман, тет.
— Ваттисен сăмахĕ
Мухтав та пехил ĕмĕр-ĕмĕрне
Тарпа тăварланнă ыраш çăкăрне!
— Митта Ваçлейĕ
Пĕлĕтлĕ çанталăка пула тул çутални палăрмарĕ — Утламăшра çавна чи малтан автансем систерчĕç. Çинçе те уçă сасăллă автан — кĕпер хĕрринче пурăнакан Шемпер Хĕветĕрĕн пулмалла — пĕтĕм Турикас урамне янăратса яче. Ун хыççăн ыттисем авăтма тытăнчĕç.
Сывлăш тĕлĕнмелле таса, сипетлĕ. Пÿрт-çурт хăйĕн пĕчĕк чÿречисемпе ирхи урамалла хаваслăн пăхать. Кил картишĕнче вăхăт-вăхăт выльăх макăрни илтĕне-илтĕне каять. Çулçă сарса тикĕсленнĕ йывăçсем, пархатарлă сывлăмпа çăвăннă хыççăн, çăмăллăн вăшлатса иртекен çилпе шăлăнса тасалнă та йăлтăркка ешĕл курăнаççĕ. Темле йывăç та ÿсет çĕр çинче, пурин валли те вырăн çитет темелле: хăшĕ пахчара, саркаланса савăнать, хăшĕ çурт умĕнче юри тăратнă хурал пек ларать, ял урлă каçакан тарăн çырмара та йăмрасем таçта çÿле кармашаççĕ. Çырма варринче çеç, лутра карлăклă кĕпер тĕлĕнче, иртенçÿрен валли ятарласа çавра хапха касса хăварнă пек, уçлăх юлнă. Çав патвар йăмрасем çырмана пĕтĕмпе хупăрласа илнĕ, хĕвел çути аяла кăнтăр варринче те хĕсĕнсе кăна сăрхăнать. Унтах пĕчĕк йăмра кати сырса илнĕ. Черченкĕ туни-турачĕ вĕсен пăнтăхса пасарнăн курăнать. Çинçешке пăрăм турачĕсем, тĕттĕмри чĕрĕ сулхăна пула, çулçине те чипер сарса ĕлкĕреймен, вăхăтсăрах сăрăхтарса янă: хăшпĕр туна тăрринче çеç пĕрер те икшер çулçă тăкăнаймасăр юлнă та, вĕсем кивелсе кĕçеленнĕ ярапа пек усăна-усăна аннă. Çÿлте тесен, урăхла тĕнче — çăра çулçă хĕвелĕн пирвайхи çутипе йăлкăшса кĕренленет. Хура курак йышлă ушкăнĕ, пĕр чарăнмасăр тенĕ пек, яла янăратать.
Çырма тĕпĕнче шывĕ сахал, çуркунне çеç вăл пĕр вăхăта пĕтĕм Утламăша илтĕнмелле кĕрлесе юхать, унтан майĕпен шăнкăртатма тытăнать. Çырма, ял çумĕнчи çереме тухсан, Хырла шывне йÿпленсе кĕрет — çав вырăна утламăшсем «Йĕрĕх лапĕ» теççĕ. Лапăра ама курăкпа сысна курăкĕ ÿсет. Çыранĕ чăнкă мар пулин те, ун çамкинче курăк çук. Ял ачи-пăчи унта, тусан пек хĕрлĕ тăпра çинче, кĕçĕн калăм иртсен тепĕр кун, телей валеçнĕ кун, тĕрлĕ шăрçа, нухрат укçи, хурт куççисем тупать, чей курки катăкĕ пуçтарать. Ялта ирĕк çÿрен йыт-качка час-часах курăнкалать, кунта йĕрĕхе асăнса пăрахнă икерчĕ, капăртма, юсман тупăнкалать. Кăшт çÿлерех Кĕрекаç çеремĕ пуçланать.
Йĕрĕх лапĕнче мĕн ачаран выляма юратнă Тимрук паян та кунта çитсе курмасăр ирттермерĕ. Каçхине вăл Тарăнвар йăлăмне выртма кайнăччĕ; ирпе, килне таврăннă чух. Йĕрĕх лапĕпе каçма шутларĕ. Çакăнтан ана килне çитме çывăхрах, тавра çулпа çаврăниччен вашмăк çыран хĕррипе анать те çырма урлă каçать, унтан тăкăрлăка çити çеç улăхмалла: вĕсен çурчĕ шăпах тăкăрлăк хĕрринче ларать.
Тимрук паян юлташĕсенчен иртерех таврăнать. Ашшĕ ăна пасара кайăпăр тенĕччĕ. Пасара каймалла тесен, Тимрука урăх нимĕн те кирлĕ мар, уншăн пасар курса çÿресси темĕне тăрать. Кăçал вăл ашшĕпе икĕ хут та пасара кайса килчĕ.. Ашшĕ, чăн ĕнтĕ, унта ăна темĕн илсе памарĕ — тепĕр тесен, питех мĕн кирлĕ вара Тимрука?..
Çапла шухăшласа пынă вăхăтра Тимрук Йĕрĕх лапĕнче икĕ йытă харкашса тулашнине курах кайрĕ, йыттисем иккĕшĕ те кашкăр пек, пысăк, хăмăр, пĕри «тăватă куçлă». Тимрук çав «тăватă куçли» камăн иккенне те пĕлет; ял старости Элюкка йытти вăл, çăмĕ йăм-йăм йăсланса тăрать; тепри вара — те Яхвиссен, те Çĕнĕ касри Велитсен, йăптăхне тăкса пĕтерейменскер.
Йытăсем пĕр-пĕрин çине сике-сике ÿкеççĕ те, шăлпа шăллан çыртăшса, çăмха пек йăваланаççĕ. Унтан, пĕр-пĕринчен тепле майпа хăтăлса, вăхăтлăха сывлăш çавăраççĕ, хире-хирĕç пăхаççĕ, сăмси тирне пĕрĕнтерсе, шăлĕсене шаккаса хăрăлтатаççĕ.
Юратать Тимрук çакăн пеккине пăхса тăма. йытă тулашни, кушак çапăçни, така сĕкĕшни ăна чăтма çук илĕртет. Хальхинче те вăл, йытă тулашнине курсан, лашине туртса чарчĕ. «Хăшĕ çĕнтерет, хăшĕ паттăра тухать? »— тесе вĕчĕрхенчĕ хăй. Пĕрре Элюкка йытти лешне хĕсĕрлет, тепре лешĕ Элюккасенне парăнтарать.
Акă йăптăхне тăкса пĕтереймен йытă вăштах сиксе ÿкрĕ те теприн хăлхине çыртса çурса ячĕ, анчах «тăват куçли» те ăна мăйĕнчен çатăрласа çыртрĕ, вара çавăнтах вĕсем иккĕшĕ те кăлтăрмачă пек çĕрелле пĕтĕрĕнсе ÿкрĕç; Элюкка йытти сасартăк çиеле тухрĕ, хăй çапах тепĕрне вĕçертмерĕ, кайри ури вĕççĕн чĕвен тăрса çĕкленчĕ, пуçне çиллес сулкаларĕ, унтан, пĕтĕм вăйĕпе туртăнса, лешне ывăтса ячĕ. йăптăхне тăкса пĕтерейменни таврана янăратса йынăшма тытăнчĕ, çырма урлă тапса сиксе, тепĕр çыран еннелле тарса ÿкрĕ. «Велитсен иккен!»—тесе пăхса юлчĕ Тимрук.
Çурăк хăлхалли лешĕн хыççăн чупмарĕ. Вăл лÿпперрĕн силленкелерĕ те, çывăхри тĕмеске патне пырса, пĕр шăмă татăкĕ хыпрĕ, вара, ăна çĕклесе, çырма тăрăх васкамасăр лĕмсĕртетрĕ. «Авă мĕншĕн тулашрĕç иккен вĕсем… »—хăй тĕллĕн тĕшмĕртрĕ Тимрук, çÿрен лашине хускатса.
Тимрук таврăнасса ашшĕ крыльцаран тухсах кĕтсе тăрать-мĕн.
— Эс мĕскер, мĕскер васкамасăр çÿретĕн çак? — хăтăрса илчĕ вăл ывăлне. Сăмахсене, хăй сисмесĕрех, икшер хут калама юратать вăл.
— Йытă тулашнине пăхса тăтăм, атте, — çĕкленнĕ кăмăлне пытармасăр каласа хучĕ ачи. — Ну, тулашрĕç те! Тĕлĕнсе каймалла… Мыскара çав! Элюкка тетесен йытти Велит тетесенне çурса тăкрĕ те…
— Çурсах тăкрĕ-и?
— Çурсах тăкаймарĕ те, — ытлашширех каланипе вăтаннă Тимрук пуçне сулкаларĕ, — мăйĕнчи тирне татса пăрахрĕ çав.
Тимрук лаши çинчен анчĕ, ăна çавăтса, хапха патнелле иртрĕ.
— Саншăн ялан мыскара! Тек мыскара! Кÿл лашана. Час тухса кайăпăр.
Шерккей пĕрмай крыльцаран çÿрет. Халь те вăл крыльцаранах, алăкне шартлаттарса хупса, пÿрте кĕчĕ.
Сайте тĕпсакайĕнчен турăх илсе тухатчĕ.
— Мĕн мурĕ кунта тĕпсакайне йăлт чавса пĕтернĕ? — ыйтрĕ вăл упăшкинчен, чÿлмекпе урай хĕррине лартса.
— Ăçта? Мĕнле тĕпсакайне? — тĕлĕнчĕ Шерккей, чÿл-мекне сĕтел çине куçарса.
— Кунта, ара, пĕтĕмпе айăн-çийĕн çавăрса пĕтернĕ.
Шерккей куç чарса пăрахрĕ. Арăмĕн сăмахне ĕненмесĕр, хăй те тĕпсакайнелле пĕшкĕнчĕ. Тĕттĕмре ăна нимĕн те курăнмарĕ. Шерккей кăмака картлашкинчен хăйă илчĕ те çулу шаккаса вĕрсе тивертрĕ, вара арăмĕ патне пырса кукленчĕ, аялалла пăхрĕ. Нÿрлĕ тăпрана, чăн та, пĕтĕмпе чавса тухнă, аялта кама мар, çĕрулми хунă çĕрте те тĕллĕн-тĕллĕн тăпра купаланни курăнчĕ.
— Улма çук-çке пирĕн?! — кăшкăрса ячĕ Шерккей.
Сайте çĕрулми пурри-çуккине асăрхайман та-мĕн. Вăл
чикмек тăрăх хăвăртрах каялла анчĕ, çĕрулми пÿлмине пырса пăхрĕ.
Çĕрулмийĕ вĕсен нумай марччĕ, çĕннине тухма çапах та çитмелле пекчĕ,
— Пур. Кунта, — пĕлтерчĕ Сайте, пуçĕнчи пушаннă яв-лăкне юсаса.
Шерккей те, аллине хăйă тытса, тĕпсакайне анчĕ. Вăл, хăйне хăй çеç шанакан хуçалла, пур кĕтесе те сăнаса пăхса тухрĕ. Çарран çÿренĕ йĕр пайтах иккен…
Хулпуççине майсăр хĕстеркелесе, чылайччен тĕлĕнсе тăчĕ Шерккей.
— Улмана суйламалла пулать ĕнтĕ, — терĕ Сайте.
— Ана суйлăпăр-ха, паянах суйлăпăр. Мана кунта, тем, чавса пĕтерни пăшăрхантарать. Епле чавса пĕтернĕ… Енер
çукчĕ-и?
— Ĕнер эп кĕрсе те пăхман. Тете патне кайса килтĕм-çке?
— Тен, ачасем хăтланнă пуль, пăсара тавраш шыраса, — терĕ Шерккей, каялла улăхнă май.
Ун хыççăн арăмĕ те хăпарчĕ.
— Чĕнсе кĕр-ха атьсене, çапла иртĕхме кăтартам вĕсене,
Сайте пăлтăралла тухрĕ. Вăл тутлăн çывăракан Селимене, унтан Ильяса вăратрĕ. Лаша кÿлсе пĕтернĕ Тимрука та пÿрте кĕме чĕнчĕ.
Ачисем, килсе кĕрсенех, ашшĕ аллинче çиччĕлетсе явнă пиçиххине асăрхарĕç. Ырра мар ĕнтĕ ку. Ашшĕ вĕсене сайра хутра кăна çапкалать те, анчах çапнă чух тÿссе кăна тăр. çапах та пĕр сас-чÿ ан кăлар.
— Ну, шă-пăр-лан-сем, — терĕ Шерккей, сассине хă-партмасăр сăмахсене тăсарах каласа, хăй çавăнтах сĕтел умĕнчи сăран минтерлĕ пуканĕ çине меллĕн кĕрсе ларчĕ. — Ĕнер кам сиртен тĕпсакайне, тĕпсакайне аннă?
Ачисем пĕр-пĕрне кăн-кан пăхкаласа илчĕç, ним калама аптрарĕç. Пĕр Селиме çеç çăмăллăн ÿсĕркелерĕ те ашшĕ умне пырса тăчĕ.
— Эп аннăччĕ ĕнер ирхине, — терĕ вăл.
Шерккей ыттисем мĕн каласса кĕтрĕ. Селиме ун пекех хăтланас çук-ха. Ильясĕ те, пĕчĕкскер, тĕпсакайне хăй тĕллĕн анаймĕ, — Тимрукпа пĕрле пулсан кăна. Тимрукне шансах пĕтерме çук, ашкăнкалама юратать. Иртнĕ уйăхра-и-ха вăл, Элентейпе пĕрле, пĕтĕм лупасайне чавса пĕтернĕччĕ.
— Пулман эппин? Кам чавса пĕтернĕ тата тĕпсакайне? — каллех ыйтрĕ Шерккей.
— Тĕпсакайне? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Селиме.
— Тĕпсакайне тетĕп çав. Айăн-çийĕн чавса пĕтернĕ.
— Çук, — терĕ Селиме. — Ĕнер чиперехчĕ.
Ытти ачисем хальхаççăн тĕпсакайне анса та курман иккен.
— Эп вăрманта чух Тухтар килсе каймарĕ-и?
— Çук, атте, — терĕ Селиме лăпкăн. — Вăл виçĕмкунтанпа та пирĕн пата килсе курман. Эпир хамăр та таçта пăрахса кайман, пахчарах улма çумланă.
Шерккей ларнă çĕртен тăчĕ, пиçиххине каллех пилĕкне çыхса ячĕ. Кĕпи вăрăм ун — чĕркуççи таран, йĕмĕ кĕске, хĕвелпе хăмăрланнă ура тунисем пакăлчакран та çÿлерех çара. Шерккей кăшăллă кастарнă хура çÿçне аллисемпе якаткаласа илчĕ, сарă мăйăхне шĕвĕр пÿрнипе шăлкаларĕ. «Пăсара тавраш чавнă тесен… Тен, ĕнер те мар пулĕ, унчченех, иртнĕ эрнесенчех чавнă пуль. Тен, Тимруках хăтланнă пуль, халь, хăранипе, пĕр сăмах та каламасть… Пурпĕрех ним тума та çук ĕнтĕ, улмана суйламаллах пулать… »
— Каятпăр-и, атте? Лаша паçăрах хатĕр, — хутшăнчĕ Тимрук.
— Çук, ачам, ку пасара каймастпăр, тепринче куç курĕ. Тăвар лашана. Тăвар… Пурсăр та, тĕпсакайне анса, улма суйлăр. Селиме вир пăхма кайтăр. Илтетне, Селиме?.. Тухтара чĕнтересчĕ, амăш, ут валли çулса килмелле-çке…
Шерккей çаплах пăшăрханчĕ, сĕтел çине лартнă турăха та тутанса пăхасшăн пулмарĕ. Ăна кура Сайте те пăшăрханать. Анчах хăйсем пăшăрханнине вĕсем пĕрнепĕри палăртасшăн мар.
Тухтара чĕнме Сайте Ильяса ячĕ.
Iı. Кĕтмен парне
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Тăлăх Тухтар ял çумĕнчи сăрт çамкинче, «Ăçтиçук» текен хăрах енлĕ урамра, мунчаран хăртакласа лартнă пĕчĕк пÿртре пурăнать.
Пÿртне ăна пĕр пилĕк çул ĕлĕкрех, Тухтар кĕтÿре çÿренĕ вăхăтра, Шерккей çĕнетсе панăччĕ.
Пахчари мунчана пÿрт вырăнне куçарса, мăкласа купаласси темĕнех тăман пуль Шерккейшĕн, анчах вăл çавăн пирки пĕрмаях Тухтара асăнтарма юратать: «Кур-ха, Тухтăр. Сан валли эп пĕр кун хушшинче çакăн пек чипер йăва çавăрса патăм! »—тесе мухтанкалать.
Тухтар мĕн калатăр ăна? Вăл: «Тавтапуç, Шерккей йысна, çакăншăн сана эп нихçан та манас çук», — тет те шăпланать.
Чăнласах та Тухтар манмасть Шерккее. Вĕсем çичĕ хурăнтан кăна хурăнташлă пулсан та, вăл Шерккей патĕнче сухине сухалать, вуттине турттарать, çаранне çулать, лашине пăхать—тем те ĕçлет, тав сăмахĕ илтессе кĕтмест, тÿлессе асăнтармасть, чĕнмест, ÿпкелешмест. Ĕçе юратакан Тухтарăн йăли çавăн пек.
Тухтара ашшĕ-амăшĕ пăхса ÿстермен, пехилсĕр шăпапа иртнĕ унăн ача чухнехи кунĕсем. Ашшĕ выçлăх çулхине çĕре кĕнĕ. Пиллĕкре юлнă Тухтар ашшĕне епле пытарнине халь те кăшт астăвать. «Ывăлăм, чунăм, аçусăр юлтăн-çке тĕнчере, мĕн курассу пулĕ-ши тата… » — тесе куççуль тăкатчĕ ун чух амăшĕ. Тухтăр йĕмерĕ, вăл, пĕчĕкскер, ашшĕ вилнĕ тенине ăнланман.
Тепĕр çулхине амăшĕ те халер чирĕпе вилчĕ. Тухтăр астăваймасть вара амăшне мĕнле пытарнине, вăл хăй те чирлĕ выртнă пулнă. Нуша курма пÿрнĕ хăр-тăлăх-турата вилĕм витеймен курăнать. Сывалам пекки тусанах, ăна ватă Тимма хăйпе пĕрле кĕтÿ кĕтме ертсе çÿреме тытăннă. Çавăнтан вара вĕсем, Тиммапа иккĕшĕ, çуллахи кун çутине ял тулашĕнче ирттернĕ. Тимма ăна çĕр çинче тÿрĕ пурăнма вĕрентнĕ, темиçе çул хушшинче тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă, ăс панă. Тухтар тĕлне вăл аслă тăван вырăнне пулчĕ.
Пурăна киле Тимма та вилсе кайрĕ. Кĕтÿ кĕтме кĕрĕшес тесе, ял çыннннчен нумайăш тава кĕнĕ, ятлаçнă.
Тухтарăн тавлашса тăма хăвачĕ çитмен, унăн хутне кĕрекенни ялта сахал пулнă — пурăннă çапла вăл мĕскĕнле, тăлăх шăпине тÿссе. Шăпах çавăн пек чухне Шерккей ăна хăйсем патне илештернĕ. Çамрăк Тухтăрăн пĕр ят çĕрне вăл çурмалла акнă, çурмалла тесе вырнă, çурмалла тесех çапнă, сăвăрса тасатнă, авăртнă, çăнăхне те Шерккей хăй кĕлетĕнче тытнă, Шерккей ăна çавăн чух хăй патне пурăнмаллипех куçма хистенĕ. Анчах Тухтăр, ашшĕ-амăшне асăнса, тăван вучахне сÿнтерме килĕшмен. Ĕçлессе Шерккей ĕçне тунă вăл, çăкăр-тăвар техĕмне те ун патĕнчех пĕлсе çитнĕ. Кайран, хăçан та пулин инкекрен çăлăнма май пулмĕ-ши тесе, Шерккей патне пурăнмаллипе куçма та шут тытнă—ун чух вара Шерккей килĕшмен: Тухтарăн пахчи пур, унта çĕрулми лартма пулать, тырă аксан та юрать. Икĕ пахча тупăшĕ Шерккейĕн пÿлмине шăтар-ман. Тухтарăн та хуçалăх ячĕ юлнă. йăтăнса аннă пÿрт вырăнне йыснăшĕ Тухтăра пĕчĕк пÿрт туса лартма пулăшнă. Тухтар çавăнтан вара, чăн та, тăван ашшĕ çурчĕн тĕтĕмне сÿнтермен.
Унтанпа чылай çулсем иртрĕç ĕнтĕ, ĕлĕкхи ĕмĕр хыççăн çĕнĕ ĕмĕр пуçланчĕ. Тухтăр та çирĕме пусрĕ. Анчах ун кун-çулĕнче пысăк улшăну пулмарĕ-ха. Тимма тахçан каласа хăварнă телейлĕ çамрăк ĕмĕре те вăл хăй шутланă пек тупаймарĕ, канăçа пĕлмен алă вăйĕ те ĕмĕтленнĕ хисепе кÿреймерĕ. Хăй çаплах йыснăш çуртĕнчен тухаймасть. Хушăран тата Элентей патĕнче ĕçлесси пулкалать — Элентей те, тепĕр тесен, Çамакка несĕлĕ-çке. Тухтар Элентее хисеплет, çынни вăл, чăн та, кăрарах, ялта ăна хăшĕ-пĕри усал та тет. Элентей тÿрре юратать, ултава-мĕне чăтаймасть. Йăваш теме çук ăна. Шерккее, ав, ял халăхĕ çывăхрах курать. Çынпа калаçма юратать вăл, пурнăçĕ пуян мар та, анчах ăна чухăн теме çук, çапла вĕçрен вĕçе çитерсе, хăй тĕллĕнех пурăнкалать. Тухтара вăл халиччен кÿрентермен, йывăр сăмах каламан. Тухтар ун патне кирек хăçан та ĕçе пыма пултарать, пымасан та ăна Шерккей ятламасть. «Паян мĕн турăн-ха», — тесе кăна ыйтать.
Паян Тухтар хăй килĕнчехчĕ-ха. Яланхи пекех, ыйхинчен ир вăранчĕ, çĕрулми пĕçерсе çирĕ, çĕнĕ кĕслине хĕлĕх кармалли пăркăчсем лартса тухрĕ. Етиккан вăйăçă ăна: «Хĕлĕх тупса парăп», — тесе шантариăччĕ. Етиккан çак кунсенче ун патне килсе кураймарĕ. Тухтар хăй ăста вăйăçă патне кайма хăймарĕ. Çапла кĕслине хĕлĕх карасси çеç юлни çинчен шухăшласа, Тухтар иркÿлĕм пÿрт умне те тухса ларчĕ. Кĕтÿ хăвалас терчĕ çук унăн, хире каймалла пулсан, ăна Тимрук е Ильяс килсе чĕнет. Чĕнмен чух çапла пÿрт умĕнче ларса кăштах йăпанать те каялла кĕрет: кунтăк авать, Шерккей е Элентей валли витре-чĕрес тĕплет; хуçалăхри пур ĕçе те вĕренсе çитнĕ вăл, ун ĕçе тиркесен те, ĕçрен пăрăнасси те çук.
Тумĕ Тухтарăн çĕнĕ мар. Çийĕнче Сайте çĕлесе панă улача кĕпепе кăвак йĕм. Тикĕт пек хура кăтра çÿçне Тухтар мунчаран мунчана кăна уçать, йĕпетмесĕр ăна тура та витмест — ытла çăра. Куçĕ унăн хурлăхан пек хура, пысăк, куç шăрçи палăрмасть.
Утламăш Тухтара ал лаппи çинчи пек курăнать. Ялĕ пысăках мар, пĕтĕмпе те икçĕр киле яхăн кăна, Вăл, Сăрă вăрманĕнчен кăнтăралларах, хир енĕ пуçланакан Хырла лапĕнче вырнаçнă.
Тахçан авал Утламăш тĕлĕнче хура вăрман кăшланă теççĕ. Халĕ кунта хир: ял вĕçĕнче çеç, хĕвелтухăçнелле, Юман кÿлли хĕрринчи сăртра, çĕрĕшнĕ тункатасем палăраççĕ тата Çĕнĕ Ыр тăрăх, ял халăхĕ çулсерен чÿк тăвакан вырăнта, халь те кăкланса пĕтмен вĕтĕ хăвалăхпа нухăт кати кĕççеленсе выртать. Тухтар ача чухне çуллахи шăрăх кунсенче ял кĕтĕвне çакăнта тапăра антаратчĕ. Çерем пуснă кĕтессенче ял ачисем тĕкĕлтура пылĕ шыратчĕç, куççуль пек таса пыла савăнса ĕметчĕç, парка курăк сулхăнĕнче кÿпчесе пиçнĕ пĕрлĕхенпе çĕр çырли тататчĕç. Çĕртме вăхăтĕнчи уяр та ăшă кунсенче çамрăксемпе ваттисем кунта выртма тухатчĕç; вут кутĕнче асамлă юмах-халап çаптарса, кĕске çĕре куç хупмасăр ирттеретчĕç.
Ытармалла мар çав вăхăтри каçсене. Ял яш-кĕрĕме вĕсене нимĕнпе те улăштарас çук. Йăлтăркка шăрçа сапнă пек сывлăмлă курăк çине çамрăксем ушкăн-ушкăнăн пуçтарăнаççĕ те, вут хурса, пĕр-пĕр хуйхă-суйхăран писнĕ халапçă тавра кĕпĕрленсе лараççĕ. Утламăшра çавăн пек халапçăсем — Этюн пичче ĕнтĕ е çамрăк йĕкĕт Михаля Курăкĕ. Вĕсем пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ халап та юмах яраççĕ; сăмахĕсене вара ăçтан çитереççĕ-ши, никам та пĕлмест. Тĕттĕм пĕлĕтелле пин-пин хĕлхем çĕкленсе шăранать, вут çутине пула, тÿпери çăлтăрсем те шупкалнă пек мăчлатаççĕ. Çывăхрах утсем тулхăраççĕ. Енчен пĕр ханттарĕ, выртма йĕркине пĕлейменскер, вăхăт çитиччен тĕлĕрме тытăнсан, ăна темле те тăрăхлаççĕ: таçтан мур илесшĕнчен пĕр-пĕр калта е тыркас тытса килеççĕ те çывăраканăн кĕсйине чиксе çĕлесе хураççĕ; апла тумасан, тепĕр май тăрăхлама ăс çитереççĕ. «Кашан килет кашлатса, Кашан туртать вашлатса… »—тесе, такмак каласа, ăна ял хĕрринчи васана çити туртса каяççĕ. Ан тив, çывăртăрах вăл унта канса, лаши пурпĕрех ушкăнра сыхланать…
Хĕвеланăçпе кăнтăр енче тĕрлĕ тĕслĕ хир сарăлса выртать. Тухтар пÿрчĕ тĕлĕнчен пăхсан, çав сарă, хăмăр, шурă, ешĕл, хура анасем пĕр вĕçрен тĕлли-паллисĕр тĕртсе тунă акăш-макăш пысăк сурпан пек курăнаççĕ. Катара чăваш ялĕсем — Куршанкă, Шăхаль—Хырла шывĕ хĕррине хĕсĕннĕ, вĕсене хирĕç сăртра мишер ялĕ пур, вăл тĕтре-ленсе тăракан кăвак инçете кĕрсе куçран çухалать.
Çак таврара Утламăш хăйне уйрăм утрав пек вырнаçнă. Ял хĕрринчи юнашар йĕкĕр кÿлĕ — Юман кÿллипе Карас кÿлли — ешĕл питлĕ çĕрĕн çут тĕнче çине пăхмалли икĕ кăвак куçĕ пек. Кÿлĕ тавра кăшăлланса шăтнă чакан хăмăш — куç хăрпахĕ темелле. Ялти ватă çынсем каланă тăрăх, çав кÿлĕсен шывĕ имлĕ имĕш, хĕвелпе пĕрле тăрса çавăнта пит çусан, куçа сиплĕ пулать, теççĕ, анчах, çакна пăхмасăрах, Утламăш ялĕ ĕмĕр-ĕмĕр куç чирĕнчен тасалаймасть.
Утламăшра тĕне кĕмен чăвашсем пурăнаççĕ. Хăйсен авалхи йăли-халанине хатарлăн пăхăнса: «Эпир чиркĕве сутăнман чăн чăвашсем», — теççĕ вĕсем. Çийĕ-тумĕпе те, сăнĕ-пичĕпе те вĕсем ытти чăвашсенчен уйрăлмаççĕ, çапах та хăйсем тĕне кĕменнипе халь те мухтанаççĕ. Ятсене те авалхи чăвашла хураççĕ, таврари ял çыннисене тÿртĕнрех пăхаççĕ. Хĕр качча памалла-и, ывăл авлантармалла-и — вĕсем хăйсен йышши тымарсене шыраççĕ: аякри Чăваш-кас Улхашĕпе те Вăрман Шăхалĕпе хурăнташланаççĕ. Утламăшсем тĕне кĕменни, ваттисем асăнтарнă тăрăх, акă мĕнле пулнă иккен. Авал, майра патша пурăннă ĕмĕрте. Утламăш ялне уçакан Мĕтрин папай хăйĕнчен ĕрчекен турата тĕнпе-хĕнпе çыхăнтарасшăн пулман пулать. Вăл тĕне кĕртсе çÿрекен эрхерей таврашне ик-виç çулта пĕр сурăх кĕтĕвĕ ĕрчетсе пама килĕшнĕ. Çавна пула эрхерей Утламăш ялне тĕне кĕртмесĕр хăварнă имĕш. Тепрехинче, Мĕтрин папай несĕлĕ ĕрчесе çитсен, Утламăш халăхне тĕне кĕртме тата та килсе пăхнă, тет, анчах ял халăхĕ — выльăхĕ-чĕрлĕхĕпе, ачи-пăчи-мĕнĕпе — вăрмана тарса пытаннă. Çапла вара Утламăш халăхĕ тĕне кĕмесĕрех тăрса юлнă.
Тĕне кĕмесĕр пурăнма утламăшсене çăмăл пулман. Вĕсем Петĕр патша ĕмĕрĕнче лашмана та ыттисенчен ытларах çÿренĕ, хырçă-куланая икшер хут тÿленĕ тата тем-тем асапне те нумай чăтса ирттернĕ…
Тухтарăн çурчĕ Ăçтиçук урамĕн вĕçĕнче уйрăм вырăнта ларать. Ăна хирĕç ялти çĕрме пуян Кантюкăн улма пахчи тухать.
Ильяс пынă чух Тухтар, яланхи пекех, пĕччен те салху ларатчĕ. Ильяса вăл умне çитсе тăрсан çеç асăрхарĕ.
— Тухтар тете, сана атте чĕнет, — пĕлтерчĕ Ильяс.
— Аçу чĕнет тетне? Халех-и?
— Халех.
Тухтар ларнă çĕртен тăчĕ те пÿртне питĕрмесĕр-тума-сăрах ача хыççăн утрĕ, Шерккей патне çитсен, йĕкĕт, ăна сывлăх сунса, алă пачĕ.
— Эсĕ, Тухтар шăллăм, мĕн-и, ĕнер килтех пултăн пуль, килтех пултăн пуль?
— Килтех-çке…
— Мĕн ĕçлерĕн?
— Вак-тĕвекпе аппалантăм. Пахчана хыçал енчен тытса пĕтертĕм.
— Пахчана тытмаллаччĕ çав, тытмаллаччĕ. Пĕркун эп унта качакасем куртăм та хăваласа кăлартăм, улмана ашма пултараççĕ. Тытни аван-ха вăл, пит аван. Йывăç та лартасшăнччĕ пулас?
— Ултă шăтăк чаврăм-ха. Пушă чух тем тумаллиех çук та…
— Юрĕ… Ĕнер, ĕнер эс пирĕн пата килеймерĕн пуль?
— Ĕç пурччĕ-им?
— Ĕçĕ-мĕнĕ… — тытăнарах каларĕ Шерккей, — эс килсе каймарăн-и тетĕп-çке… Тĕпсакайне манăнне тем чавнă та, сана унта мĕн те пулин кирлĕ пулман-ши терĕм.
— Мĕнле тĕпсакайне? —ăнланаймасăр ыйтрĕ Тухтар.
Шерккей хăй шухăшне йĕркеллĕрех каласа пачĕ.
— Çук, Шерккей йысна, Сирĕн пата эп хăвăр чĕнмесĕр нихçан та килмен.
— Калаçмаллиех çук-ха унта, Тимрук чавса пĕтернĕ пулинех. Çавă пуль. Эп сана уншăн чĕнтермен-ха. Вырсарникун Пăвана каяс тетĕп те, ут валли çулса килеймĕне?
— Çулса килес ара. Хăш хиртен? —ыйтрĕ Тухтар.
— Кирек ăçтан та юрать; Çĕнĕ Ырра кайăн-и, Кăршана-и, ăçта курăк пур, çавăнтан çулса килĕн. Çулса кил эппин…
Хĕвел хĕрте пуçларĕ. Çывăхри лап тăрăх сывлăм сирĕлет. Пахчаран вĕçсе тухнă икĕ сарă лĕпĕш, пĕрне-пĕри тытмалла вылянă пек, хурама тăрринелле улăхрĕ.
— Лашана ахаль хăвалас мар, Тухтар. Малтан çуранах, çуранах кайса çулмалла пулĕ, каçкÿлĕм тиесе килĕпĕр, — терĕ Шерккей.
— Паян çимен пуль-ха эс? — ыйтрĕ Сайте Тухтартан, пуçĕнчи хĕрлĕ явлăкне тÿрлеткелесе.
Тухтар ăна тавăрса калама ĕлкĕриччен Сайте каялла кĕрсе кайрĕ те тутăрпа чĕркенĕ çăкăр-тăвар илсе тухрĕ.
— Ме, çимесĕр ан çÿре, — терĕ Сайте кăмăллă сасăпа.
— Çимесĕр çÿрекен марччĕ-ха вăл, — сăмах хушрĕ Шерккей те.
Тухтар картишне кĕрсе çава илчĕ, хире тухса кайрĕ.
Ирхи сывлăш кăкăра уçăлтарать, утнăçемĕн ярăнса утас килет унăн.
Сăртри ик арман патĕнчен иртсен, çăва хĕррипе хурăнлă çул тăсăлать. Улатăр çулĕ тет ăна халăх. Çулăн ик енĕпе пуç кăларса тикĕсленнĕ ыраш пусси сарăлса выртать. Калча кăçалхи пек ăнса хăпарни санра килет: иркÿлĕм хускалнă хумсем ун çийĕн умлăн-хыçлăн вăйкăнса шăваççĕ, инçете-инçете çитсе, куçран çухалаççĕ. Хире пăхсан, куç хĕпĕртет. Сĕлĕ йăранĕ палăрми сăрăннă, шупкарах пăри кĕпçене кайма ĕлкĕрнĕ, каярах акнă пăрçапа ясмăк та улт-çичĕ çулçă сарнă, тепрер çумăр пулсанах калакланма тытăнать. Таçта çÿлте, куç вăйĕ çитми инçетре, тăри юрлать, акă унăн сасси çĕрелле çывхарать, çулпа иртсе пыран çынна курсан, кĕске çунатне вĕлтĕртеттерсе, çаплах юрлама чарăнмасăр, çÿлте, хальхинче куç курас çĕртех, пĕр вырăнта тытăнса вĕçет, сывлăшра хăй тĕллĕн çакăнса тăракан кĕмĕл шăнкăрав янăранă пек вара çав юрăçă-тăри, юррине çеç ăнкарса илме çук; те савăнать вăл, çак аслă уй-хире курса, те каçăхса кайса кулать, те ÿпкелешет, те мĕскĕн хресченĕн асапне-тесепне курса, хурланса макăрать…
Мал енче аслă çулпа пĕр çуран çын пыни курăнса кайрĕ. Çынни тĕреклĕ те патвар, утнă май шултăран яра-яра пусать; выртма карттуспа хăй, шурă кĕпи çаннине чавса таран тавăрнă, пуртенккине чĕркуççине çити чĕркенĕ. «Пĕрпĕр ирçе çынни пулинех, çавсем урине пуртенкке чĕркеççĕ», — шухăшласа илчĕ Тухтар.
Палламан çын çывхарнăçемĕн уççăнрах курăна пуçларĕ. Пиншакне хăрах аллинчен уртса янă, хăй тăрăхларах пит-куçлă, анлă çамкаллă, хура мăйăхне хальтерех кăна ÿстерме тытăннă пек, çннçетсе хырнă, сухалсăр. Тухтар патне çитеспе хăех сăмах хускатрĕ:
— Ырă çын ĕçе пикенет, — терĕ вăл чăвашлах. Сасси хулăнтарах, шалтан илтĕннĕ пек янăрать.
Тухтар ăна хирĕç темĕн каласшăнччĕ — чĕлхи çыхăнчĕ.
— Çавапа тухма иртерех мар-и-ха? —ыйтрĕ лешĕ. Тухтар каласса кĕтмесĕрех.
— Ут валли курăк çулса килес тесеттĕм… — тинех чĕлхе кăларчĕ Тухтар.
— Çуртра вăл та кирлĕ, — утнă çĕртен чарăнса тăчĕ палламан çын.
Тухтар малалла иртсе каясшăнччĕ, анчах, леш чарăннине пула, васкамарĕ.
— Итле-ха, йĕкĕт, — терĕ палламан çын. Тухтар аллинчи çыхха курса. — Мĕн те пулин çырткаламалли пулмасть-ши санăн?
— Çырткаламалли… çăкăр пур акă манăн, — çава аврине хулĕпе хĕстерсе тытрĕ Тухтар.
— Канар-ха пăртак. Лар юнашар, ытла васкамастăн пулсан, — терĕ палламан çын, ясмăк ани хĕррине ал вĕççĕн тĕренсе ларнă май.
Тухтар çавине çул хĕрринчи лутра курăк çинелле хучĕ. Çава выртнă тĕлте пĕчĕк шăрчăксем аяккинелле сике-сике ÿкрĕç, йĕкĕт, чĕркуçленсе, çыххине салтрĕ те хăйпе юнашар ларакан çынна çăкăрпа чăкăт пачĕ.
— Тавтапуç, ырă çыннăм… Пĕтĕмпе кирлĕ мар мана. Ху валли хăвар. Ак çак пĕчĕкрех чĕллÿне илем те.. — сĕннĕ çăкăртан пĕр чĕлĕ илчĕ патвар çын.
— Эс чăкăтне те тыт, шăлçемми вăл.
— Ăна та катса илме пулать. Килти апата пит тунсăхласа çитрĕм, тăванăм, айăп ан ту ĕнтĕ мана, — васкамасăр çиме тытăнчĕ лешĕ.
— Ăçта кайма тухсаттăн, ыйтса пĕлме юрать пулсан?
— Чаткассем эп. Килелле таптаратăп. Палюк теççĕ мана. Сантăр Палюкĕ. Утламăшсем, манман пулсан, мана паллама кирлĕ.
Тухтар ларнă çĕрте кăртах сиксе илчĕ, патвар çынна куçран витерсе пăхрĕ.
— Ха-ха-ха!.. — вĕттĕн тĕпрентерсе кулса ячĕ Палюк. — Мĕн эс, Сантăр Палюкĕ тесенех, хăраса ÿкрĕн? Ристан пек-им эп?
— Апла мар та… — тÿррĕн калаймасăр тăчĕ Тухтар.
— Ан хăра, тăванăм, Палюк пеккисем — саншăн çывăх юлташсем-ха вĕсем. Çын вĕлермеççĕ ун пеккисем, сан йышшисен хутне кĕреççĕ. Раççейĕн тусанлă вăрăм çулĕсене сăнчăрлă урапа шăлса тасатаççĕ. Çапла çав… Виçĕмçул мана иккĕмĕш хут тĕрмене хупрĕç. Халь киле таврăнатăп акă… Тавтапуç çăкăршăн. Талăк хушши çăвара чĕптĕм хыпманччĕ, — çинĕ май васкавлăн каларĕ Палюк. Хăй çавăнтах шăлаварĕ кĕсйинчен вак кĕмĕл кăларчĕ.
— Ме сана çăкăршăн. Тавтапуç, — тепĕр хут тав туса, укçине Тухтар еннелле тăсрĕ.
Тухтар тĕлĕнсе ăна пăхрĕ.
— Кирлĕ мар мана, Палюк тете, пĕр пус та кирлĕ мар… Эс çакна та çи, — юлашки чĕллине те сĕнчĕ Тухтар. — Манăн çиес килмест-ха. Час киле те таврăнатăп.
Палюк çăкăртан пиçмерĕ, укçине йышăнманшăн кăна пăртак кăмăлсăрланчĕ.
— Эсĕ ху кам таврашсем пулатăн çак? Утламăшсене паллакалатăп. Кантюксене пĕлетĕп…
— Вĕсене пĕлмен çын таврара та çук пуль.
— Нямаçне лайăх пĕлетĕп. Виçĕмçул мана тĕрмене хуптарма пулăшрĕ вăл. Пуян пурăнаççĕ. Халь миçе лавкка тытаççĕ вĕсем?
— Пĕр лавкка кăна пуль, — терĕ Тухтар.
— Пĕри Утламăшра. Пăвара тата вĕсен тир-сăран лавкки пур.
— Ăна пĕлейместĕп вара.
— Ăçтан пĕлсе çитерĕн. Унта Нямаç виçĕмçул хăйсен лавккинче ĕçлекенĕн хĕрне пусмăрланă та, хĕрĕ çав кунах çакăнса вилчĕ. Хĕрĕн ашшĕпе вара тепле май укçапа майлаштарса килĕшрĕ. Çавăнтан пĕлетĕп Нямаçне.
— Калаçкалатчĕç çав пĕр вăхăтра та…
— Апла эс утламăшсемех иккен? —терĕ Палюк, çăкăрне çисе ярса.
— Утламăшсем çав. Туймет ачи. Тухтар ятлă эп,
— Пĕлейместĕп Туйметсене.
— Эпĕ хăр-тăлăх ÿснĕ çын. Шерккей йыснасем патĕнче ĕçлекелесе пурăнатăп.
— Çамаккасене пĕлкелетĕп кăштах. Элентейпе пĕр çул ята кĕтĕмĕр… Эсĕ леш, Тимма старикпе кĕтÿ кĕтмен пуль-çке ĕлĕкрех?
— Кĕтнĕ! —хура куçĕ йăлкăшрĕ Тухтарăн. — Чим-ха… тин аса илтĕм… Эс марччĕ-и Карас кÿлли хĕрринче мана тахçан çĕлĕк парса хăвараканни?
— Мĕнле çĕлĕк?
— Вăрăм хăлхаллă çĕлĕк.
— Ула Çĕпĕр мулаххайĕ?.. Сана парса хăвартăм-и? Эп ăна манса та кайнă. Ак япала!..
— Эп манман, — чĕререн каларĕ Тухтар. — Ырă тунине манма хушмастчĕ мана Тимма тете. Эп ăна виçĕ хĕл тăхăнса çÿрерĕм. Тăхăнмассерен сана тав тăваттăм,
— Çавăншăнах-и? —кăмăллăн кулса илчĕ Палюк, çăварĕнчи пĕр ылтăн шăлне кăтартса. — Хура кĕркуннеччĕ ул чух, Капкай тимĕрçĕ патне килсеттĕм. Çула май Тимма тете мана чарса тăчĕ. Сана çавăн чух курсаттăм пуль. Тин аса илтĕм. Куртăм та хĕрхенсе кайрăм. Пуçу шаклаччĕ ун чух. Халь ав—кăтру епле пусса илнĕ. Çĕлĕк те кирлĕ мар! Çÿçÿ пит чипер санăн, асту, шакла ан кастар.. Ну, мĕнле пурăнатăн… Тухтар? —малтанхи хут ятран чĕнчĕ вăл йĕкĕте.
— Пурăнасси-мĕнĕ, епле калас…
— Ха, епле калас тетĕн!.. Акă, çул хĕрринчи ясмăк пек-и? Кам çулпа иртет, çавă таптать! Çапла-и?
Тухтар кулкаласа илчĕ. Палюк, манлашăнарах ларса, хăрах чĕркуççине аллисемпе хупласа тытрĕ.
— Çапла пурăнкалатпăр çав-ха, тăванăм, пурсăмăр та, —тарăн сывласа ячĕ Палюк. — Пурнăç тетпĕр те телей кĕтетпĕр, çаплах çĕре те кĕретпĕр. Кун хыççăн кун сÿнтерсе ĕмĕр иртет… — Палюк ларнă çĕртен тăчĕ. Ун хыççăн Тухтар та çĕкленчĕ.
— Укçа илмерĕн. Мĕнпе тав тăвас ĕнтĕ сана?
— Мĕн тав тăвасси пултăр, Палюк тете, ним те кирлĕ мар…
— Пушмакăма парса хăварăттăм—çарран яла пырса кĕме лайăх мар, утасси сакăр çухрăм юлать-ха.
Аллинчен уртнă пиншакне пăхкаларĕ Палюк.
— Ме, çак пиншака та пулин парса хăварам пĕрех хут. Лайăх юлташ панăччĕ ăна. Хама вăл пурпĕрех тăвăр, кĕскерех те. Сана шăп пулма кирлĕ. Асăн Палюк тетÿне!
Тухтар пуçне сулкаларĕ.
— Çук, çук, Палюк тете. Кун пеккишĕн тÿлесе татма та хăватăм çитмест.. Ăна эп, ахаль илме мар, укçалла туянсан та тăхăнас çук. Килĕшмест вăл ман пеккине.
— Ха, килĕшмест тетĕн? Вăрлани килĕшмест!.. Ме, тăхăн, килĕшет. Тÿлес пирки ан та калаç. Санран пĕр пус ыйтмастăп. Паянхи пек вăхăт килнĕ чух тепре çăкăр çитерĕн те —сăмахĕ пĕтрĕ… Ме, тăхăнса яр-ха куç умĕнче. Пăхса илем. Çăвана хур эс…
Тухтар çаплах вăтанса тăчĕ. Кăмăлĕпе хирĕçлерĕ пулсан та итлерĕ вăл. Кутăн ачана кĕпе тăхăнтартнă пек, Палюк ăна пиншак тăхăнтарма тытăнчĕ, хулпуççине шăлкаласа тÿрлетрĕ. Хăй пĕрмаях хушнă сасăпа:
— Тăхăнса яр, тăхăнса яр, — тесе тăчĕ. — Ристан тумтирĕ тесе ан шухăшла. Тĕрмере кун пеккипе çÿретмеççĕ, ачам… Ну, хайхи пулчĕ те, — çутă тÿмисене Палюк хăех çаклатса ячĕ. — Пăх-ха, каччи начар та мар иккен, епле чипер пулса тăтăн? Кирек хăш ял хĕрне те куçăнтан пăх-тармалла. Авланман-и-ха?
Тухтарăн пит-куçĕ хĕрелсе кайрĕ.
— Çук, авланман, — майĕпен илтĕнчĕ унан сасси.
— Юрĕ, ун пек вăхăт та çитет вăл ĕмĕрте. Ну, — Тухтара аллинчен чăмăртаса тытрĕ Палюк, — чипер юл, телейÿ
хăвăнпа пĕрле пултăр. Курман та илтмен пул эс таркăн Палюка! Тепре куриччен…
Вăл Тухтара çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ те, сарлакан яра-яра пусса, хăй çулĕпе уттарчĕ.
— Чипер кай, — терĕ Тухтар, урăх ним калама аптраса.
Тусанлă çул çинче Палюк хыçĕнчен йĕр пулса юлчĕ. «Таркăн-и? Çавăн пек çын та таркăн пулать-и?.. » Тухтар халиччен ун пек шухăшламанччĕ. Ристанпа таркăн тени хурах тенинчен те хăрушăрах пек илтĕнетчĕ ăна, Палюк пур — епле ырă çын! Аçтан вăл таркăн пултăр.
Шухăш вĕççĕн шухăш сыпăнчĕ Тухтар пуçĕнче, вĕçне пурпĕр тухаймарĕ.
Палюк арман хушшине кĕрсе курăнми пулчĕ, унтан ял хĕррине тухрĕ, вара, пахча хыçĕпе иртнĕ чух, йăлтах куçран çухалчĕ. Тухтар тинех хăй çавине çĕклерĕ, çийĕнчи пиншакне асăрхарĕ. «Кур-ха эс, епле пулса тăчĕ ку? Пит лайăх пиншакнех пачĕ те хăварчĕ. Ялта пĕр каччăн та çак пиншак пек чапли çук. Кун пеккине Нямаç та халиччен тăхăнса курман пуль». Тухтар татах ял еннелле çаврăнса пăхрĕ, Палюк курăнмарĕ. Çÿхе тусан çийĕн вăл пушмакпа пусса иртнĕ нĕр кăна палăрать. Тухтар, çавине майлăрах тытса, çултан сулахай енне пăрăнчĕ. Шерккей йыснăшĕпе вĕсем вир акма çак çулпах килсеччĕç пулас?.. Палланă пусă еннелле хĕпĕртесе пăхкалать Тухтар. Палюк çаплах асĕнчен каймасть, сăмахĕсем те хăйсене хăйсем чĕлхе вĕçне килеççĕ. «Çул хĕрринчи ясмăк пек… » Кам вăл? «Эпир иксĕмĕр те», — терĕ. Палюк пирки апла калаймăн. Тухтар тесен—тăлăх, кĕтÿçĕ, мĕскĕн, ак вăл халь те çын ĕçне тăвать… Çапах ăна хисеплекен çын та тĕнчере пур иккен. Епле савса калаçрĕ. Телейлĕ кун паян, тупата!
Çак самантра Тухтарăн юрласа ярас килчĕ. Ытармалла мар чечен кĕвĕ чĕре патĕнче янăрать, сăмахĕсем те хăйсен тĕллĕнех сыпăнаççĕ:
Ăçта каян, чĕкеç, çумăр витĕр.
Ик çунату тăрăх шыв юхтарса?
Ăçта каян, тăван… тăван… тăван…
Сасартăк çав вăхăтра чуна кайса тивес пек шари кăшкăрса яни илтĕнсе кайрĕ. Хĕрарăм сасси. Тухтар шартах сикрĕ. Унтан, çавине алă вĕççĕн тытса, сикнĕ çĕрте сиксе, чупнă çĕрте чупса, лап тăрăх ут вĕттин вирхĕнсе анчĕ.
Iıı. Инкекпе куçа-куçăн
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Чăваш çынни хăй ачи-пăчине мĕн çамрăкран ĕçе вĕрентет. Асли улт-çичче çитсен, ĕççи вăхăтĕнче ăна ашшĕ-амăш кĕçĕннисене пăхма киле хăварать, Саккăрти ача алла çурла тытса вырма тытăнать, хĕр-ачапча пански çыхать, арçын ача çăпата тума вĕренет. Вунпиллĕкелле çитсен, çамрăксен хуçалăхра тума пĕлмен ĕç те çук. Кам ĕçрен хăрамасть, тар тăкать те шÿт тăвать — ял çинче ун ячĕ хисепре.
Селиме кăçал вунсаккăр тултарчĕ. Шерккей çемйинче вăл, ачасенчен чи малтанхи пулсан та, ачашлăх мĕн иккенне пĕлмерĕ. Амăшĕ ăна мĕн пĕчĕкрен килти ĕçе вĕрентсе ÿстерчĕ. Çулсем иртнĕ май, Селиме хăйне пĕр-пĕр ĕç хушасса кĕтсе тăми пулчĕ—çыннăн хăйĕн курмалла, хăй пĕлсе тумалла. «Кая юлсан—каю шăтать те, ят каять, малта пулсан — ял курать те, чыс пулать», — тет вăл, амăшĕ сăмахне астуса. Çывăхрах пĕлекен çынсем ăна кăмăлĕпе те ырă, чĕрипе те шăлтах амăшне хунă теççĕ.
Селиме кашни чăваш хĕрĕ пекех — вăтанчăкрахскер. Сăнаса пăхакан куçа курсан, хĕрелсе каять, ватти калаçнă чух сăмаха вырăнсăр хутшăнмасть. Вăйăра хăй сăвă пуçласа каламасть, сасси чипер пулсан та, тантăшĕсенчен ирттерес тесе, ăмăртмалла янăратмасть вăл. Хĕл кунĕнче тăванĕсем патне ларма кайсан, пÿрни тирĕ сĕвĕнсе ÿкиччен арлать, кил-çуртри ĕçе тума та ĕлкĕрет. Иртнĕ çулсенче ăна пĕр касăри яш-кĕрĕм кăна пĕлетчĕ. Халĕ, ав, ялĕпех Шерккейĕн сарпике пек чаплă хĕр ÿсет, ĕçре те маттур, хăйне хăй тыткалама та пĕлет теççĕ.
Ĕнтĕ кирек мĕн каласан та, Селимене пур енчен те вăя кĕрсе çитнĕ çын теме çук-ха. Ашшĕ-амăшĕ сăмахĕнчен тухманни уншăн яланах лайăха пĕлтерессĕн туйăнать, пурнăç йĕрки мĕнле пынине тарăн шухăшласа тĕшмĕр-тесси те ун ĕçĕ мар пек. Пуянăн пуян пулмалла, вĕсен хурăнташĕсем те ятлă-шывлă çынсем: çут тĕнчере чухăнсен те кашнин хăйĕн вырăнĕ пур, çав вырăнтан виçене ирттерсе сикме юрамасть тесе шухăшлать вăл. Кашни хĕрĕнни пекех, Селиме ĕмĕтĕнче те — хăйне кура капăр тумланасси; начар тумланакан хĕре никам та вырăна хуман пек туйăнать ăна. Селиме хăй куç умĕнче мĕн пуррипе çырлахмасть, унăн пĕлес-чухлас тенĕ туртăмĕ пысăк, ĕмĕр тăршшĕне те вăл паянхи пекех çĕкленнĕ вăй-хăватпа пурăнасса кĕтет. Ĕнтĕ шухăшпа ĕмĕтĕн çуначĕ куçа курăнмасть-çке, çамрăк хĕрупраçшăн чун хавалне ĕмĕр илĕртсе тăран шанчăкпа кантарни те, тепĕр тесен, темĕне тăрать.
Ашшĕ вир пăхма ярас пирки сăмахласан, Селиме васкаварлăн апатланчĕ те хире тухса кайрĕ.
Катара, хура пусăри хытхура çинче, кĕтÿ çÿрет. Ирхи тĕтре хытхура тĕлĕнче шупка кăвак чаршавăн çакăнса тăрать. Канăçа пĕлмен чĕкеçсем, çил çук çĕртен çил хускатса, çумранах вашлатса вĕçсе иртеççĕ те, йăр-яр кăшăл хывса, куçран çухалаççĕ. Çырмари чăтлăха пытаннă куккук каçăхса кайса авăтать. Çаран хăмăрлана пуçланă. Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек — хĕрли, кăвакки, шурри, кĕренни, кăкăр умне çакса тултарнă çеçтенкĕ пек, куçа çисе илĕртет. Сывлăм ÿкнĕ курăк çийĕн çарран утма уçă, сулхăн, ярса пусмассерен, енчен енне пĕрĕхсе, сывлăм сирпĕнет, çутă-çутă тумлам, хĕвел ярăмĕ тĕлне пулса, ахахăн та мерченĕн йăлкăшать.
Селиме хăйсен ани патне çитнине сисмерĕ те. Акă тахçан пĕлнĕ ана палли—карăнтăкпа çыхăнтарнă икĕ пĕчĕк йăран. Вир, каярах акнă пулсан та, лайăх шăтса тикĕс-леннĕ, çăмламас сĕткенлĕ те парка, хăмăр ешĕлĕн курăнать, лупашка хĕрринерех кĕпçене те кая пуçланă. Çумĕ пит сахал. «Ĕнтĕ пĕр килнĕ-килнĕ — çумласа та хăварас… Пĕччен аппаланма йăлăхтарать те, нумайлăха мар», — тесе шухăшлать Селиме. Хăй йĕри-тавра çаврăнса пăхать: хирте пĕр çын та курăнмасть.
Хĕрлĕ саппунĕн чĕнтĕрлĕ аркине пиçиххинчен хĕстерсе, Селиме пĕшкĕнчĕ те çумлама тытăнчĕ.. Алă тĕлне килнĕ утмăлтурата, йытпыршине, çирĕп тымарлă шурута çăла-çăла пăрахать вăл. Ĕç хăвăрт пырать. Каплах пулсан, иркÿлĕмре те çумласа тухма пулать.
Ырă шăршă кĕрет. Чапăр шăрши. Элле кунта та чапăр ÿсет-ши? Çĕнĕ Ыр лапĕнче чапăр пуррине пĕлет Селиме, унтан вăл пĕркун чей валли татса килсеччĕ, анчах кунта та пуррине пĕлмест-ха. Тен, лупашкара пуль?.. Епле курăк хăпарнă унта, пилĕк таран! Ак ăçта курăк çулма килмелле. Вăл кун çинчен ашшĕне пĕлтерĕ-ха. Пурпĕр кам та пулин çулса каять, çаранлăх çук кунта, тăвăр вырăн, тикĕс те мар, килсе çулмаллах.
Лерелле, Мăкка лупашкинчен пуçласа Тарăнвар çырмине çити, ыраш пусси сарăлать. Селиме пуçне çĕклесе пăхать те тĕлĕнсе каять; мĕн унта тата, кĕтÿ çÿрет-и? Пăру пулма кирлĕ. Иккĕн. Выльăх ямастчĕç-çке кунта?.. Тырă ашса çÿреççĕ, Пăлявуй мĕн тăвать-ши, тупата, кунта килсе те курăнмасть пуль çав…
Селиме каллех пуçне пĕкрĕ. Шурута ниçтан пĕтерме çук, тымарĕ татăлать те юлать; йытпырши те çавах —таçта çити тăсăлать. Пукра тесен, — тем мар, пĕрре çумласа пăрахатăн та урăх тухмасть… Вирĕ кунта нумай мар, сарлакăш виç хăлаç кăна. Çапах, ăнса пулсан, хĕл каçма кĕр-пелĕх çитет-ха вĕсене…
Вир калчине таптаса ватас мар тесе, Селиме сыхланса пускалать, татнă çумкурăкне хăрах аллине пуçтарать те, пуçне çĕклемесĕрех, ана йăранĕ хушшинелле ывăтать. Çав вăхăтра ăна темле сасă илтĕннĕн туйăнчĕ; вăл пуçне çĕклерĕ те сасартăк яшт тÿрленсе тăчĕ: икĕ кашкăр ун умне çитсе чарăннă та пăхса тăраççĕ. Сехри хăпнă Селиме мĕн вăйĕ çитнĕ таран тискеррĕн кăшкăрса ямĕ, аллинчи çум-курăкĕпе хÿтĕленес пек, кăвак чечеклĕ утмăлтурат тунине хăй умне тытса, çĕрелле каска пек тач çаврăнса ÿкрĕ.
Хирте çав вăхăтра: «Ăрьях вăс!.. Ăрьях вăс! »—тесе çине-çине кăшкăрни янăраса кайрĕ.
Сăрт енчен хура пиншаклă çын васкавлăн чупса анчĕ.
Iv. Çăлăнăç
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Тухтар чупса ансассăнах, кашкăрсем аяккалла тапса сикрĕç. Каччă, çавапа хăмсарса, вĕсем хыççăн чупса та пăхрĕ, кашкăрсем Тарăнвар хĕрринчи ыраш пуссине вăшт кĕрсе кайрĕç те куçран çухалчĕç. Тухтар каялла çаврăнчĕ. Вăл килнĕ çĕре Селиме тăна кĕре пуçланăччĕ.
— Селиме, эсĕ-çке! —терĕ Тухтар, хĕре ура çине тăма пулăшса. — Мĕн туса çÿретĕн кунта?
Селимен тути чĕтрет, питçăмарти хăрах енчен кăрт-кăрт туртăнкаласа илет, тутăрĕ айĕнчен арпашса тухнă тĕттĕмрех сарă çÿçĕ пайăркаланса тăрать, куçĕ унăн, ывăнса çитнĕ чухнехи пек, çурма уçă, хăй вăл, темĕн çухатнă пек, темĕн ÿкерсе хăварнă пек, чăл-чал пăхать, тем шырать, тем сăнать.
— Ан хăра, Селиме, тек хăрамалли çук. Кашкăрсем Тарăнвар урлах каçса кайрĕç…
— Кашкăрсем-и?.. — майĕпен çеç пăшăлтатнăн илтĕнчĕ хĕр сасси. — Ăçта весем?
— Ан хăра тетĕп-çке сана, эп вĕсене таçта çити хăваласа ятăм. Çитеймерĕм-çке, пĕрне те пулин касса пăрахам тесеттĕм те.
Селиме алли малалла туртăнчĕ.
— Тухтар… Эсĕ-çке ку, Тухтар? —илтĕнчĕ унăн чĕтренсе тухан сасси.
— Мĕн тата? Паллаймарăн-и?
— Палларăм, палларăм… — савăннипе Тухтар хул пуççийĕнчен сĕртĕнчĕ вăл хăрах аллипе. — Кашкăрсемччĕ-и вĕсем, çапла-и? — сасси уçăрах илтĕнĕ пуçларĕ хайхиске-рĕн.
Селимене майĕпен сăн кĕчĕ.
— Тупата, ăçтан кăна сана çÿлти пÿлĕх тупса ячĕ-ши ман пата? Чĕрем çурăлса тухать пуль терĕм. — Селиме явлăкне тÿрлетсе çыхрĕ, саппун аркине пилĕкĕнчен вĕçертсе ячĕ, тарланă çамкине хура аллипех шăлса илчĕ.
— Çамкуна хуратрăн, Селиме.
— Хуратрăм-и?.. — малтан аллине, унтан Тухтара витерсе пăхрĕ Селиме. — Чим-ха, ăçтан тупрăн кун пек пин-шака? Камăнне тăхăнса килтĕн?
— Лайăх-им? —çăмăллăн кулкаласа ыйтрĕ Тухтар.
— Хисепсĕр лайăх! Кур-ха, чăна-ах, кай, кун пеккине Чĕмпĕр улпучĕн ачисем кăна тăхăнса çÿреççĕ пуль? Кĕленче пек чăкăртатса кăна тăрать саççим… Камăнне тăхăнса килтĕн эс капла?
— Хамăнах, Селиме, чăн калатăп…
— Ан тупăштар-ха. Тухтар, кун пек чипер япалана Пăва пасарĕнче те сутмаççĕ пуль?
— Кайран каласа парăп, — тÿрĕ сăмахран пăрăнасшăн пулчĕ Тухтар.
— Чăнах, епле эс, ман телее, шăпах кунта килтĕн-ха? — тепĕр хут ыйтрĕ вăл Тухтартан. — Эп кунта иккенне пĕл-тĕне?
— Пĕлсе мар, Селиме… Эс кунта килессе шухăша та илмен, — пĕр туймасăр каларĕ каччă. — Йысна курăк çулма хушса ячĕ. Пĕр тухнă-тухнă, Кăршанах çитсе килес тенĕччĕ… Аслă çултан пăрăнса кĕтĕм çеç, кăшкăрнă сасса илтех кайрăм…
— Кам? Эп кăшкăртăм-и?..
— Эс пулмасăр, урăх кам пултăр тата?
— Нимĕн те астумастăп, чăнах, Тухтар. Çакна кăна пăртак астунă пек: тем пек хыттăн кăшкăрасшăн, сассăм пÿлĕнчĕ ларчĕ.
Селиме тин лăпланса çитрĕ. Халь унăн питçăмарти те туртăнмасть, куç хăрпахĕ те чĕтренми пулчĕ. Тухтар вăл мĕншĕн кунта килнине ыйтса пĕлчĕ.
— Çинçе çитиччен çумлама юрамасть тенине илтменим эс? — Селимене куçран пăхрĕ Тухтар.
— Эп çумламастăп, ятне кăна тăватăп… Çинçере шывпа сапĕç тетнем? Эс каласа памасан, эп кунта çум çумла-нине никам та пĕлмест. Урăх çумламастăп та ĕнтĕ.
— Апла пулсан, атя пĕрле кайса курăк çулар.
— Курăк çулма та юрамасть пуль? — ыйтрĕ Селиме.
— Ут валли çулма юрать, пире нумай кирлĕ мар.
— Атя эппин, манăн пурпĕрех анса çăвăнмалла, — каллех хура аллине пăхкаларĕ Селиме.
Вир ани хĕррипе вĕсем юнашарти лупашканалла анчĕç. Тухтар Селимерен пысăкрах, хура пиншакĕ ун çинче тăптăп ларать. Селиме, ÿссе пÿ илекенскер, кăшт çинçерех, пилĕкне саппун кантрипе туртса çыхма юратать.
— Пар çăвана, хам çĕклесе пырам, —терĕ Селиме.
— Тем мар-çке, хам та çĕклетĕп.
— Тухтар, — терĕ Селиме хытах мар сасăпа. — Элле мана хама çапла турă çырнă-ши: чи-чи йывăр вăхăтра эсĕ мана килсе çăлатăн, иккĕмĕш хут вилĕмрен çăлса хăвар-тăн-çке мана.
— Кур-ха ăна, шутласа та кăларчĕ! Хăçан çăлнă пуль эп сана?
— Эй тата, астумасть пулать ĕнте! Пусса анса кайсаттăм пĕчĕк чух, эс туртса кăлармарăн-и мана?
— Э-э, уншăнах тата… Тахçан пулса иртнĕ-çке вăл. Эп ăна манса та кайнă, мĕн каламалли пур?
— Эп астăватăп. Тухтар, эс те ан ман, — кăмăллăн кулкаланă май, икĕ рет тикĕс шурă шăлне кăтартрĕ Селиме. — Енчен виççĕмĕш хут хăтăлмалла пулсан та, санах шанмалла пулать пуль? — ассăн сывларĕ хĕр.
— Апла ан пултăрччĕ, Селиме, — терĕ Тухтар, — хăраттарас килмест манăн сана. Иртен кунра паянхи пек килсе ан тухтăрах.
— Хĕрхенетнем мана?
— Хĕрхенмесĕр!
— Тавтапуç Тухтар… Темшĕн хам та пĕлместĕп, шанатăп сана. Тупата, икĕ чĕрем пулнă пулсан, пĕрне, сăмахсăрах, сана кăларса панă пулăттăм.
— Уйăхшăн те?
— Уйăхшăн та, хĕвелшĕн те, — хальхинче пĕр кулмасăр каласа хучĕ Селиме. — Пĕр-пĕр асăнмалăх япала хатĕр-лесчĕ-ха сан валли, чăнах…
Лупашка тĕпĕнче, пĕр аяккинче, куççуль пек тăрă шыв вĕресе тапса тăрать, вĕтĕ чулпа та качă-мăчипе хывăннă йĕр тăрăх анаталла шăнкăртатса юхать. Селиме, çăл хĕррине çитсе, шыв ĕçме ÿпĕнчĕ çеç, çавăнтах шарт сиксе аяккалла пăрăнчĕ, куçĕ вăрр çаврашкаланса кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ тата? —пăшăрханса ыйтрĕ Тухтар.
— Темле… виçĕ куçлăскер, — çын-и вăл, кашкăр-и, — курăннă пек пулчĕ, хам та пĕлместĕп…
Тухтар ахăлтатса кулса ячĕ, çавине пĕр хĕррине вырттарса, хăй те çăл хĕррине кукленчĕ.
— Нимĕн те çук-çке, килсе пăх-ха! Сана чечек мĕлки çапла курăнчĕ пуль? Ак эп ăна татса пăрахам-ха…
Селиме хăюсăр пырса пĕшкĕнчĕ.
— Çак çăлтан эпĕ темиçе хут та шыв ĕçнĕ. Шывĕ сивĕ те лайăх, ĕç-ха эс те, — сĕнчĕ Тухтар. Хăй çавăнтах пĕшкĕнчĕ те, шыв эрешменĕсене аяккалла хăваласа аллипе ăса-ăса ĕçрĕ. Селиме ĕçмерĕ, вăл шыв чĕлтĕртетсе тăнă çĕрте çăвăнма тытăнчĕ.
Çывăхра, пĕр тĕм çинче, темле чăпар хÿреллĕ сарăрах кайăк ларатчĕ. Тухтар куршанак пуçĕ татса илчĕ те çав кайăка печĕ, Куршанак пуçĕ кайăка тивеймерĕ. Кайăк каштах аяккине вĕçсе кайре, пĕр вăрăм туналлă курăк турачĕ çине ларса, пĕчĕк сăмсипе хăйĕн çунатне тÿрлет-келеме тытăнчĕ. Нимĕн те пулман пек лăпкăн ларчĕ вăл. Тухтар ăна вăрахчен пăхса тăчĕ, унтан çавине çĕклерĕ. Çăвăнса пĕтернĕ Селиме саппун вĕçĕпе питне шăласшăнччĕ — шăлмарĕ, саппунне хуратас мар терĕ курăнать.
— Кайрăмăр курăк çулма, — терĕ вăл, Тухтар патнелле утса.
— Кайрăмăр.
Вĕсем пăртак çÿлерех улăхрĕç.
Çăра та сĕтеклĕ курăка çулма лайăх. Малтан Тухтар пĕр йăрăм çулса анчĕ. Сарлака касса илет вăл, хăй те каçăрăларах тăрать, урине аяккалла анлăн ярса пухать. Вăй хурса пуснипе унăн сылтăм ал туни шăнăрланса хăпарать, çави чăвăшлатса янăрать. Вăл мĕнле ăста çулнине Селиме пĕр хушă ытараймасăр пăхса тăчĕ. Иккĕмĕш касă çулнă чух хĕр çăвана хăй тытрĕ. Утă çулма тухсан, Селимене ăмăртса ĕçлеме килĕшекенни хĕр-тантăшсем хушшинче сайра тупăнать. Селиме лайăх çулни çинчен иртнĕ çулхинех калаçатчĕç. Халь те вăл. Тухтар умĕнче вăтанмалла ан пултăр тесе, пикенсе тăрăшрĕ.
— Акă çитрĕ те пире, — терĕ вăл, çулса тухсан. — Кунта пĕр урапа ытлашши пулать.
— Тата çулсан та юратчĕ пуль те, Çинçе хыççăн килĕпĕр ĕнтĕ, — терĕ Тухтар. — Килĕпĕр-и пĕрле? Кашкăрсенчен тек хăрамăн-и?
— Санпа чухне эп нимрен те хăрас çук.
— Чăнах-и? — патнерех пырса йĕкĕт Селимене куçран пăхрĕ, — Ытла пысăка хуратăн пуль эс мана?
— Эс пĕчĕк çын мар…
Çапла шăкăлтатса вĕсем çулнă курăка пуçтарчĕç, унтан, ана чиккинчи сукмака тухса, ялалла утрĕç.
Кирек мĕн пирки калаçсан та, вĕсем хăйсен хушшинчи чăн шухăшсене уçса параймарĕç-ха. Çакна Селиме те. Тухтар та ăнланчĕ.
Хĕрупраçăн ăшри туйăмĕ çамрăклах вăй илсе аталаннă пулсан, вăл каччă уççăн калайман шухăша та хăйне кура тĕрĕс тĕшмĕртет. Тухтар пирки каламăпăр, ăна ытти каччăсемпе пĕр тан виçме çук, мĕн ачаран çын умĕнче курăнма вăтаннăскер, вăл сăмах пуçарса калаçмасть. Ытти çамрăксем шапăлтатма та çуйăхма юратаççĕ. Тухтар шăпрах пулма хисеплет. Ыттисен тепĕр чух мухтанас йăла та пулать, вĕçкĕнленме пăхаççĕ. Тухтар çавăн пек ушкăнран пăрăнать. «Ав, Тухтар кĕтÿçĕ килет», — тесе, пÿрнепе тĕллесе кăтартасран хăрать вăл, именет. Пĕр-пĕр ял кушта31
нĕн хăраххи ăна çын умĕнчех; «Эс кĕтÿçĕ, кĕлмĕçĕ», — тесе хăртма пăхсан, унăн чунĕ савăнĕ-и? Капла вăл илтмест, курмасть — пĕр сăмах.
Селиме мухтанчăксемпе вĕçкĕнсене кăмăлламасть, ун пеккисем çынна çеç мар, хăйсене те хисеплеме пĕлмен пек туйăнать ăна. Тухтара вăл мĕн ачаран пĕлсе тăрать: пĕр вăхăтра та пĕр ĕçре тенĕ пек ÿссе çитĕннĕ вĕсем. Çапах та Тухтар мĕнле чипер каччă пуласси ăна çак çулсенче кăна палăра пуçларĕ. Тухтар яш-кĕрĕмпе пĕрле халиччен пĕр каç та вăййа тухса курман. Пĕрле пулсан та, выртмана çеç çÿренĕ, хушăран тата кĕрĕшсе ыраш вырма кайнă чух, утă çулнă чух пĕрле ĕçленĕ.
— Тухтар, эс мĕншĕн вăййа тухмастăн? —куçран тÿрремĕн пăхса ыйтрĕ Селиме.
— Вăййа?.. — ним тавăрса калама аптрарĕ Тухтар. Уншăн чăнласах çакă пĕр кĕтмен ыйту пулчĕ. Селиме умĕнче вăл хĕрле улма пек хĕрелсе кайрĕ. Пĕр кас хĕрĕсем ун пÿрчĕ умĕнчен, сăвă каласа, каçсерен иртеççĕ Вăтакас урамнелле. Тухтар, хăйĕн пĕчĕк пÿртĕнче чÿрече аяккине тăрса, çамрăксене курăнас марччĕ тесе, катаран карăнса пăхать. Юратать вăл сăвă каланине итлеме, çамрăклăхăн тапса тăран вăй-хăвачĕ те хавалĕ мухтавлăн янăранăн туйăнать ăна. Хăй çапах та вăййа тухмасть. Пĕррехинче ăна пĕр кас ачи Миххук; «Каçхине вăййа пĕрле кайăпăрха», — тенĕччĕ. Тухтар, теплерен килĕшсе, ăна: «Кайăпăр», — терĕ. Чипер тумланнă Миххук çавăн чухне Тухтара юри пырса чĕнчĕ. Анчах Тухтар хăй сăмахĕ çине тăраймарĕ. Çавна аса илсе, вăл хальхинче Селимене хăй шухăшне тÿррĕнех пĕлтерчĕ:
— Вăтанатăп эп вăййа çÿреме.
— Ак тата! —тавçăраймарĕ Селиме. — Мĕн вăтанмаллн пур? Çамрăксем пурте тухаççĕ-çке?
— Тухаççĕ пуль те…
— Ытла ютшăнатăн эс, Тухтар, ытла ютшăнатăн. Тек пĕччен те пĕччен пурăнатăн. Паян каçхине вăййа тух-ха, юнашар тытăнăпăр… Тухатна?
— Шухăшласа пăхăп, — терĕ Тухтар.
Вĕсем ял çаранне çитрĕç. Селиме Тухтара каллех çав пиншак пирки асăнтарчĕ. Тухтар ун çинчен никама та каласа парасшăн марччĕ. «Эс мана курман-илтмен пул», — терĕ-çке ăна Палюк, Селиме тесен, ăна шанма пулать. Хĕр çакăн пирки никама пĕлтермессе сăмах парсан Тухтар паян ирхине Чаткасри Сантăр Палюкĕпе мĕнле тĕл пулни çинчен, унтан пиншакне вăл мĕнле парса хăварни çинчен йĕркипе каласа пачĕ. «Чăн та, лайăх çын иккен вăл», —
32
терĕ Селиме. Унтан, пăртак тăрарахпа; «Аттене пиншаку пирки пĕр сăмах та ан асăнтар, каласан та — вăлтса калама çеç пулать», — тесе хушса хучĕ.
V. Хисеп йыхравĕ
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Çу кунĕнче Шерккей картишĕнчен пÿрте кĕре пĕлмест, ялан мĕнле те пулин ĕç тупăнать: е вите тасатмалла, е вут-шанкă вакласа купаламалла, пуçвĕрен явмалла, урапа-çуна тÿрлетмелле — пушă вăхăтра вăл çавăн пек ĕçсемпе тек аппаланать.
Шерккей, хăй килĕнче яра кун ĕçсĕр ларас пулсан, чирлесе ÿкнĕ пулĕччĕ. Епле-ха— çын тени—вăхăтлăха та пулин ĕçсĕр пурăнтăр? Пурнăç ахальтен сыпăнмасть вăл. Ашшĕ те ăна мĕн çамрăкран çапла вĕрентнĕ, хăй те ачисене çапла вĕрентесшĕн тăрăшать. Шерккей, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçлесех, мул пухма та ĕмĕт тытать-ха, анчах халиччен унăн ниепле те хăват çитерсе пулмарĕ. Виçĕмçул пушмак пăрăвĕ хапха айĕнче кĕлерсе вилсе кайрĕ. Сăвакан ĕни ватăччĕ вĕсен, шăлсăр та юлнăччĕ. Ĕне ятне çамрăклатас тесе, ваттине пусса, çамрăккине туянчĕç, вăл та пулин кăçал вăкăр ертмерĕ, хĕсĕре юлчĕ. Сурăхĕсем те улттăшĕнчен иккĕшĕ кăна путек туса пачĕç, вĕсем те вилеймен путексем кăна пулчĕç, ыттисене тем амакĕ тытрĕ тенĕн: çулсерен пуран пăрахаççĕ. Ĕрчемерĕ çав-ха унăн выльăхчĕрлĕх.
Пÿртне юсаттармалăх пăртак тырă тытса усрать-ха Шерккей, кăçал та кăшт пухса кĕртес ĕмĕчĕ пур. Анчах тырра пÿлмене пухса иличчен тем курасси те пулĕ, ăна пĕр турă кăна пĕлет. Çавăнпа Шерккей пÿртне тÿрлетес пирки халлĕхе хăй кăмăлне шухăшпа çеç пусарма пултарать, ĕçне тытăнсах тытăнаймасть-ха.
Ÿлĕм тесен, урăхла сăмах. Часах Тимрук çитĕнсе çитет, —вăл та паха. Ĕнтĕ Ильяс та ĕç патне пыма тытăнать. Селиме пирки каламалли çук: çитĕннĕ хĕр икĕ çуртпа пурăнать, паян вăл ашшĕ-амăш килĕнче, ыран—таçта. Шерккей хушăран ун ячĕпе хуçалăхне кăшт чĕкетме пулмĕ-ши тесе те шухăшлать, шухăшласса пĕччен чухне çеç, хăй тĕллĕн шухăшлать вăл; ĕнтĕ алла тытман кайăкăн тĕкне татма çук, хĕр парса пуйнине питех асăнса каймаççĕ, ун вырăнне — çичĕ хĕр паракан пуян тăр-çука тăрса юлнă тенине сахал мар илткеленĕ. Шерккей çавна пит чипер ăнланать. Тавах çав Сайтене; пĕр хĕр кăна çуратса пачĕ, ыттисем ывăлсем пулчĕç.
Тухтарпа Селиме таврăннă вăхăтра Шерккей картишĕнче урапа тÿрлететчĕ. Селиме хăйне вир патĕнче кашкăрсем тапăнни çинчен каласа пачĕ. «Юрать-ха, эп кăшкăрса янине Тухтар илтрĕ, вăл çийĕнчех чупса пычĕ», — терĕ вăл.
Шерккей ĕçне пăрахсах ун сăмахне итлерĕ. Унтан; «Пирĕн енче кашкăрсем тутă пулаканччĕ, вĕсем çынна тапăннине астусах та каймаççĕ», — текелесе ирттерчĕ.
Пÿртрен тухнă Сайтепе Ильяс та Селиме мĕн каланине илтрĕç. Сайте Тухтара тав турĕ.
— Пĕччен чух, куçа-куçăн кашкăр курсан, Селимен кăна мар, арçынсен те сехри хăпать, — терĕ вăл хута кĕрсе каланă май.
— Хăтарчĕ пулсан, лайăх çав ĕнтĕ, çапла кирлĕ те, — терĕ Шерккей, сăмах çукран сăмах тупнă пек. — Мĕн-çке, хĕр-ачапчан чĕри тилĕ-кашкăр курсан кăна мар, ана çинче шăши курсан та çурăлса тухасса çитет.
Шерккее хальхинче урăххи илĕртрĕ. Вăл Тухтар аллинчи япалана асăрхарĕ.
— Ку санăн мĕнлескер? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Пиншак, — тăсса кăтартрĕ ăна Тухтар.
— Ак кур-ха сана… Ара, эс кĕпе вĕççĕн кăна кайрăн та… Ку санăн… мĕнле пиншак? Мĕнле пиншак? Ăçта тупрăн çакăн пек капăр япалана?
Шерккей ăна тĕрлĕ май çавăрса пăхрĕ. Пиншакĕ, чăн та, лайăх йышши пуставран иккен, акăлицки пулма кирлĕ. Тахçан вăл Чĕмпĕрте çакăн пек чаплă тавара пĕр çамрăк улпут çинче курсаччĕ.
— Ăçтан тупасси-мĕнĕ… — калаймасăр аптраса тăчĕ Тухтар, — чăнласах та çул çинче тупрăм-ха ăна эпĕ.
— Хе-хе-хе!.. Ак тамаша. Тупрăм тет! Хе-хе-хе… Пĕлĕтрен ÿкмеççĕ-çке-ха çакăн пек япаласем? —хăй те хальхаль тупас пек енчен енне пăхкаласа илчĕ. Унтан каллех: «Епле тупрăн-ха ăна эс? »— тесе ыйтрĕ.
Тухтар чăннипе калама кирлĕ маррине чухласа илчĕ.
— Кунтан кайсан, — тытăнчĕ вăл улталама, — эп Улатăр çулне тухрăм. Умран пĕр тулли лав иртсе кайрĕ. Лавçи, тем, куçа курăнмарĕ… ахăртнех çывăратчĕ пулмалла. Эп çапла, хам тĕллĕн, ним мар утса пыратăп. Хайхискер çулăн пĕр енне тинкеререх пăхатăп та — вырта парать çак пиншак. Илтĕм. Лавçине чĕнсе каласшăнччĕ — хамран инçете иртсе кайрĕ, каласан та, илтмĕ терĕм. Тăхăнса ятăм вара. Çав кăна, урăх каламалли те çук, — тесе пĕтерчĕ Тухтар.
Шерккей пиншака тепĕр хут çавăркаласа пăхрĕ, чĕлхи вĕçне çăвар маччинелле тавăрса шаклаттарса илчĕ. Япа34
лана сăмахсăрах мухтанă чух кирек хăçан та çапла тăвать вăл.
— Темĕн, — терĕ вара, пуçне сулкаласа. — йĕркеллĕ çын çакăн пек хаклă япалана, хаклă япалана пăрахса хăварас çук ĕнтĕ. Ÿкерсе хăварнă пулсан та, пĕр-пĕр ĕçкĕллĕ ирçе кăна ÿкерсе хăварнă пуль… Э-э? Çавăн пек мар-и, Тухтар?.. Вăл çавăн пек пулма кирлĕ те, — тавлашма сăлтав çук пек каласа хучĕ Шерккей,
— Калать-çке-ха, лавçи-мĕнĕ курăнмарĕ тет, — Тухтар хутне кĕрсе, сăмах хушрĕ Сайте.
— Илтетĕп те-ха, — куçне кăмăлсăр хупкаласа уçрĕ Шерккей. — Лав тени лавçăсăр мар иккенне Тухтар мар, Ильяс та, Ильяс та лайăх пĕлет. Мĕн-и, Селиме, эс вара çукчĕ-им çав вăхăтра?
Ашшĕ мĕншĕн çапла ыйтнине Селиме çийĕнчех тĕш-мĕртсе илчĕ.
— Çукчĕ çав. Тухтар хăй пĕччен кăна тупнă. Çавăн хыççăн вăл мана çăлса хăварчĕ тетĕп-çке.
Селиме, амăшĕ, Ильяс — виççĕшĕ те пÿртелле кĕчĕç. Картишĕнче Тухтарпа Шерккей кăна куçа-куçăн тăрса юлчĕç.
— Ачи эс, Тухтар, суяканни марччĕ-ха, марччĕ-ха, —
терĕ Шерккей, сăмахĕсене аякран илтерсе. — Мĕн те пулин пире пĕлтермесĕр сутса, кун пек хаклă пиншака туянман-нине те пĕлсе тăратăп, эс ун пек çын мар, тÿрĕ çын эс, çапла мар-и? Çапла-çке.
Тухтар, унпа килĕшсе, пуçне сулкаласа илчĕ.
— Тимрук ăçта кайрĕ çак, ăна тăхăнтартса пăхмаллаччĕ тата, ăçта мурне кайса кĕчĕ вăл! —Шерккейĕн сасси, хăй çĕткеленнĕ чухнехи пек, кăра та чăкăлтăшла илтĕнчĕ.
«Лушах хам пата кĕмерĕм иккен, килех хăварнă пулăттăм», — тесе ÿкĕнчĕ Тухтар.
— Мĕн-и, — майĕпен çеç сăмахне хускатрĕ Шерккей, Тухтар çинчен куçне илмесĕр, — пирĕн пек çынна, Тухтар, санах та калăпăрин, килĕшмест-çке çакăн пеккине çакса яни, хай, мĕнле калас иккен те, чăх йăвинче ăнсăртран, ăнсăртран кăркка чĕппи тухнă пек пулать, çапла мар-и? Санпа çывăхрах тăрса калаçсан, иксĕмĕр, иксĕмĕр кирек хăçан та пĕр чĕлхе тупаканччĕ-ха. Чăваш çынни вăл, ватти кăна мар, çамрăкки пулсан та, вăрăмрах та шалпартарах тумтире куç хывать. Уншăн тесен—ăшă та питĕ пултăр— çавă паха, çавă паха. Ахаль, пăхатăп та, ку сана кĕскерех те иккен, чавса тĕлĕнче те çăттă-çăттă тытать-ха, тăвăртарах та пулма кирлĕ… Тăвăррине шалпарлатма çук ĕнтĕ ăна, шалпаррине тесен — тăвăрлатма пулать… Пире вĕт, ĕçе çывăх куракансене, шалпар та вăрăм тумтир юратарах парать, йĕм çăрхи пытанса çÿретĕр, пĕр-пĕр япала çĕклесен те хул айĕнче çĕвĕ ан патăртаттар, çапларах çав, шăллăм… Сана çак кĕркунне кăчăкă çăмĕнчен тĕртсе тунă çĕнĕ тăларан мамăклă пиншак çĕлетсе парăпăр тесеттĕмĕр-ха. Ку вара, калăпăр, Тимрук валлиех те юрĕ пĕрех хут. Питех мар та пирĕн çынна, тепĕр тесен, Тимрук пек шевилккене кĕр каçăн улахсем тăрăх янкăшса çÿреме са-рăпласах та каймĕ тетĕп… Çапла тăвăпăр, Тухтар шăллăм, — вăрăм сăмахне темле-темле май килтерсе аран пĕтерчĕ Шерккей. Тухтар ăна çакăн хыççăн пиншакне хăех сĕнсе парĕ тесе те ĕмĕтленчĕ вăл, Тухтар килĕшмерĕ. Хăй ятне асăнса панă пиншак пирки вăл нимĕнле шухăш та тытасшăн пулмарĕ, йыснăшĕ кирек мĕнпе илĕртсен те, кирек мĕн сĕнсен те, Тухтар çак хаклă парнене хăй валлиех хăварасшăн пулчĕ.
— Шерккей йысна, — терĕ вăл васкамасăр, пиншакне йыснăш аллинчен илсе, — эсĕ хăвах калатăн-ха, телейÿ тĕлне пулнă япалана урăх çынна пама юрамасть тетĕн…
— Мĕнле, мĕнле урăх çынна пултăр? —сăмахне каласа пĕтеричченех пÿлчĕ ăна Шерккей. — Ара, урăх çын-им ĕнтĕ пирĕн Тимрук? Ман ывăл-çке вăл, саншăн ют пулать-и?.. Тахçан эпир сан мăнакку тăванĕсемпе пĕр тымарсемех, пĕр тымарсемех пулнă. Эсĕ ху та пирĕн тăван ача вырăнĕнче темелле, — Шерккей, те ытла ÿстерсе каланăшăн, çÿлти тутине шăлĕпе хĕстеркелесе илчĕ. — Ют мар, шăллăм, ах, ют мар çав…
— Ют мар тетĕн, Шерккей йысна, ун пирки каламăпăр. Анчах лайăх япалана ман хамăн та ĕмĕрте пĕрре тăхăнса курас килет-çке, урăхран, шет, нихçан та çийĕме йĕркеллĕ тум çакса пулмĕ. Манăн чун çук-им?.. Телейĕме пултăрах ĕнтĕ.
— Апла тетĕн иккен… Ăнланатăп-ха, кăмăлу юлать пулать ĕнтĕ санăн. Ытах… — сайра мăйăхне шăлкаласа илчĕ Шерккей, çапах та калас сăмахне малалла тăсасран пăрăнчĕ, — эп мĕн тесе-ха, Тухтар хамăр çын тетĕп, хамăрăн тетĕп, ăна пăхмалла, тăрантмалла, тумлантарас тесен те, хамăнах шухăшламалла пулать тесеттĕм. Капла ĕнтĕ, мĕнле калас иккен те, ху хăпарса ларнă туратна хăвăнах касмалла марччĕ пуль… — Тухтара куçран пăхса илчĕ Шерккей
— Эпĕ-çке, Шерккей йысна, сирĕн патăра хам килес тенипе çÿреместĕп, хăвăр чĕнетĕр те — вăйăм-халăм çитнĕ пек сирĕн килĕрте ĕçлетĕп. Эс мĕн хушнине халиччен пĕ36
тĕмпе тÿррĕн туса пыраттăм… Юрĕ эппин, малашне, мана йывăра илетĕн пулсан, кунта урăх килмессе те пултарăп, хăвăра та йăлăхтартăм пуль.
Сăмах куçкĕрет урăхла май çаврăннăшăн Шерккей тем пăшăрхана пуçларĕ. Тухтар кăçал ахаль те Элентей патĕнче ытларах ĕçленĕн туйăнчĕ ăна. Элентей те чее, вăл пĕр-кунхине Тухтар хăйсем патне пурăнмаллипех куçтăр тесе те асăнтарнăччĕ. Тен, Элентеех çапла Тухтара пăтраштарса илĕртет пуль? Тухтар ун патĕнче çурхи ака ирттерчĕ, пĕлтĕр утă çаранне çулчĕ, хÿме тытнă чух эрне хушши ĕçлерĕ. Элентей çаплах ăна хăй патне явăçтарасшăн хĕрĕнет. Юрать-ха, Шерккей Элентее витĕмлĕнех систерсе хучĕ. «Шăллăм, — терĕ вăл, — турамне эпĕ туратăп та, çиессе эс ытларах çиетĕн курăнать, Тухтар ху патна куçасса ĕмĕтленмесен те юрĕччĕ», — терĕ. Халь те акă: «Шухăшласа пăхмалла пулать», — тесен те, Тухтар ăна çаплах каласа хучĕ,
— Мĕн шухăшламалли пур, Шерккей йысна! Маншăн ик алла пĕр ĕç, сирĕн патăрта пулмасан, Элентей хăта патĕнче ĕçлеме пултаратăп… Тепĕр тесен, мана хам тĕллĕн пурăнасси çинчен шухăшлама та вăхăт çитнĕ, — терĕ Тухтар.
— Халь çапла тетĕн çав ĕнтĕ, ÿссе çитĕнтĕн те…
Енчен Тухтар хăех Элентей патне куçма шут тытсан,
мĕн тумалла пулать? Пĕр ят ани-çаранĕ те, пахчи те Элентее каять вара. Элентей те пĕр сăмах каламасть. Çук, ун пек юрамасть, типĕ кашăк çăвара çурать.
— Тухтар шăллăм, çапла калаçнăшăнах йывăра илмĕн-ха эс, йывăра илмĕн-ха. Эпĕр хамăр хушăра çилленĕпĕр те, килĕштерĕпĕр те. Шерккей йысну сана халиччен хур кăтартманччĕ-ха, çавна хăвах пĕлетĕн… Сăмахĕ пиншак пирки тухса кайрĕ… Апла эс, эс ăна сутасшăн та мар ĕнтĕ?
Тухтар килĕшмесĕр пуçне сулкаларĕ.
— Ытах сутас кăмăлу та çук пулсан, хăвах тăхăнса çÿре эппин, тăхăнса çÿре. Хăвна та кирлĕ çав. Пĕр-пĕр чух тесен ĕнтĕ, — энчетрен пĕрре туя каясси пулать-и унта, пасар курма-и, — çавăн чухне те пулин Тимрука тăхăнтартса яма килĕшĕн вара.
— Ун пирки сăмах та çук, Шерккей йысна, — терĕ Тухтар,
сăмах вĕçне çапла майпа тухнăшăн хĕпĕртесе. — Тимрукпа эпĕр хамăрах калаçăпăр.
Çав вăхăтра çил хапхи умне хурарах сăнлă вăрăм çын пырса тăчĕ. Шерккей ăна аякранах палласа илчĕ: ала пек шатра питлĕ Урнашка иккен. Урнашкан симĕсрех хĕсĕк куçĕ пĕринчен-пĕри самай аякра, пĕр-пĕринпе килĕштерей37
месĕр хăйсене уйрăм шăтăкланнăн курăнаççĕ. Сайра та вĕтĕ шăллă çăварне хупмасăрах çÿрет.
Урнашка Хветюкĕ Кантюк лавккинче Нямаçа пулăшка-лам пек тăвать, каçсерен лавкка хураллать; хăй вăл хăш енчен килнĕ чăваш, çĕрĕ-шывĕ пур-и унăн, çемйи-вăлĕш ăçта пурăнать — ялта ун çинчен никам та тĕплĕн пĕлмест, хăй те каламасть. Урнашка пилĕк-ултă çул хушши ĕнтĕ Кантюк патĕнче тăрать, Утламăшра ăна ячĕпе те мар, Урнашка тесех чĕнеççĕ. Ятне такам туртса кăларнă, никам та тĕплĕн пĕлмест. Çапла чĕннĕшĕн вăл хăй те йывăра илмест,— йывăра илме сăлтавĕ те çук,— манăн чăн ятăм çапла тесе те асăнтармасть.
Тĕрлĕ киревсĕр ĕç-хĕле пула, Урнашкана ял халăхĕ пит те юратмасть. Сăмах тĕлне килнĕ чух çаксене асăнса хăварар-ха: виçĕмçулхине пĕрре Турикасри чи лайăх пусăран йытă вилли туртса кăларчĕç. Пусса темиçе кун хушши тасатрĕç пулсан та, халăх урăхран çавăнта шыв ăсма çÿреми пулчĕ, йытă йăнăшпа-мĕнпе хăй тĕллĕнех пусса кайма пултарасса питех шанмаççĕ те, çапах энчетрен пĕрре пулма пултаратăн тейĕпĕр. Анчах, çавăнтан кайран тата виçĕ кун иртсен, Эпселемĕн урамри пуссинче кунтăк вилли тупрĕç. Ялта вара, кирек мĕн пулсан та, пĕр çын алли хăтланать çакна тесе сăмахлама тытăнчĕç. Сăмахĕ сăмах-ха вăл,— акă тата пĕр-икĕ кун иртсен, лавкка патĕнчен инçех мар пусăран та тепĕр кушак вилли туртса кăларчĕç. Каçхине кушак хаяррăн макăрнине çавăн чух урамра ларакан хĕрсем, Хĕветуçпа Серпи, илтнĕ иккен. Кăштах тăрсан, вĕсем çав пусă патĕнчен кам иртнине палласа та илнĕ: вăл çын Кантюк лавккине хураллакан Урнашка пулнă. Тепĕр кун, пусăран кушак вилли туртса кăларсан, çав ирсĕр ĕçсене тăваканĕ кам иккенне пурте лайах пĕлсе çитрĕç.
Пĕлтĕр тата çакăн пек ĕçсем пулса иртрĕç.
Пĕр каçхине ял çыннисен пахчисенче мĕнпур пек вĕлле-сене пĕтĕмпе тÿнтере-тÿнтере тухнă, пыл карасĕсене, кăларса пăрахса, тăпра çине таптанă, вĕлле тункатисен тăррисене сире-сире пăрахнă. Ирхине урама тухса пăхма çук— пĕтĕм ял тăрăх вĕлле хурчĕ вĕркĕшрĕ. Ашкăнаканнн кам пулнине çийĕнчех пĕлеймерĕç. Эрнерен кăна çакăн пек сас-хура тухрĕ: Нямаçăн лавккинче сахăр чĕрĕлнĕ имĕш, ăна туянакансем пулман. Вĕллесене тÿнтерсен, ял халăхĕ пыл çуккине пула, ирĕксĕртен тенĕ пек, Нямаç лавккине сахăр туянма çÿренĕ.
— Сирĕн вĕллĕрсем тÿннĕшĕн эп айăплă мар,— тесе лĕкĕртетнĕ, тет, ун чухне Нямаç.
Нямаçĕ айăплă-и, айăплă мар-и, анчах çав ĕçе вăл хушнипе Урнашка туни такамшăн та паллă пулчĕ. Çавăнтан вара ял халăхĕ Урнашкана, чунилли вырăнне хурса, курайми пулса çитрĕ.
Ĕнтĕ çыншăн мĕнле-тĕр те, Урнашка халиччен Шерккее унпек-кунпек хур кăтартсах кайманччĕ-ха, çавăнпа Шерккейĕн Урнашкана кураймасăр тăма сăлтавĕ çук.
Урнашка хапхаран кĕмесĕрех кил хуçине кăчăк туртрĕ. Шерккей, васкамасăр пускаласа, ун патнелле пычĕ. Вĕсем вĕрлĕк хапха çине иккĕш икĕ енчен таянса калаçма тытăнчĕç.
— Шерккей пичче, сана Кантюк папай чĕнсе ячĕ.
— Акă тата! Мĕншĕн, мĕншĕн кирлĕ пултăм-ши вара ăна?
— Çавна калаймастăп ĕнтĕ.
— Кантюк папай хăех чĕнтерчĕ тетĕн те-ха…
— Хăех чĕнтерчĕ.
— М-мĕнле чĕнтерчĕ? Мĕнле чĕнтерчĕ?— аптăрасарах ыйтрĕ Шерккей.
— Пыр-ха, Урнашка, Шерккее чĕнсе кил терĕ.
— Ап-пла. Эс вара халь… лавккара мар-им?
— Лавккара-çке! Хушăран вĕсен килĕнче те ĕçлекелетĕп.
— Э-э, ав мĕнле иккен. Мĕн-и, манăн лавккине кăна кĕрсе тухмалла пуль? Лавккине кăна пуль?
— Мĕншĕн лавккине? Килнех пымалла. Унта вĕсен темле çынсем килнĕ.
— Темле çынсем тетĕн…
— Вулăсран пулмалла… Кантур начальникĕсем пуль ĕнтĕ. Пит пысăк çынсем пек туйăнчĕç мана.
— Ак тамаша! Мĕне кирлĕ вара эп вĕсене?
— Пĕлместĕп. Анчах чĕнессе хăй патне чĕнет. Сана хисеп йыхравне яратăп терĕ вăл мана.
— Эппин… Эс мана… кунтах кĕтетне, элле хамăр пата кĕретне?
— Кĕрсе тăмастăп, Шерккей пичче,
— И-и, тупата, çак ятпа килнĕ çынна сăра куркисĕрех ăсатса яма…
— Çук, вăхăтăм çук. Хăвăртрах кĕрсе тух эппин.
— Эп пĕр наччасра, пĕр наччасра…
Шерккей картиш еннелле çаврăнчĕ, çулнă курăка тиесе килме Тухтара каласа хăварчĕ, хăй пÿрте васкавлăн кĕчĕ те тумланма тытăнчĕ. Çине ĕренкĕл кĕпе, хура шăлавар тăхăнчĕ, пуçне килте çаптарнă тăвăр çунатлă çăм шлепкине лартрĕ, пилĕкне хура ярапаллă пиçиххи çыхса ячĕ. Мăшăрĕ унран: «Хăçанччен пулатăн»,— тесе ыйтсан та, аллипе кăна сулса хăварчĕ; çынни хăйне мĕншĕн чĕннине пĕлмест те, ăçтан татса калас пур…
Шерккей тухасса Урнашка хапха умĕнче кĕтсе тăчĕ. Вĕсем Вăтакас еннелле, васкамасăр сулкаланса, çул тытрĕç.
Vı. Кантюк кĕреки
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Кантюк Турикаспа Вăтакас хушшинче пурăнать.
Кантюк тесен, таврара пурте пĕлеççĕ. Çуркунне, çĕршыв типсе çитсен, ака туса пĕтернĕ хыççăн, Кантюкăн юланутлă йыхравçисем Упи пасарне каяççĕ те, вăрăм патак вĕçне алса тулĕ тăхăнтартса: «Тырă сутаç, тырă!.. Утла-мăшри Кантюк патне тырă туянма пырăр! »—тесе, пĕтĕм пасар тăрăх евитлесе çÿреççĕ. Нумай пулмасть-ха ун патне Шемĕршелпе Пăва купсисем аллăшар лавпа килсе таса ыраш тиесе кайрĕç.
Кантюкăн хăйĕн виçĕ ят çĕрĕ кăна. Çурмалла акса вырнипе питех юп кураймăн. Кантюкăн шанчăклă çынннсем ытти ялсене çитеççĕ. Вăл Кăхăрлă мишерĕсен çĕрне акать, Хурăн варпа Пулмантăш таврашĕнче çĕр илме хайла çитерет. Кантюк пур çĕре те ĕлкĕрет.
Аслă ывăлĕ унăн Нямаç, вăтăр çултан каçнăскер, лавккара ларать, кĕçĕнни, Лискав ятли, Хусанта вĕренет, теççĕ.
Кантюк сакăр лаша усрать. Лашисем пĕринчен-пĕри лайăх, çăмарта пек; вырăнта тăра пĕлмен хура ăйăрĕнчен Утламăш мар, таврари халăх тĕлĕнсе тăрать, акатуйсенче кашни ут ямассерен çав ăйăр чи малти вырăна тухать. Ĕнисемпе сурăхĕсем вăрманта çÿреççĕ, вĕсене хăйсене уйрăм кĕтÿпе пăхаççĕ. Кĕшĕлех выльăх-чĕрлĕх, хура кĕр çитсен çеç, килкартияе кĕрет.
Шерккей халиччен пĕрре те Кантюксем патне кĕрсе курман. Ăçта çавăн пек çĕрме пуянпа куçа-куçăн курнăçма? Кантюксем халиччен Шерккей йышшисене ним вырăнне хуракан марччĕ. Халĕ тесен… Кантюк ăна хăех чĕнтернинчен тĕлĕнсе, тĕрлĕ май шухăшласа пуç çавăрать Шерккей, ĕнсипе кăтăр-кăтăр хыçкаласа, Урнашка хыççăн васкамасăр тĕнкĕлтегсе утать.
— Камсем пур терĕн-ха унта? — хăй илтнине хăй ĕненмесĕр тепĕр хут ыйтать Шерккей. — Вулăсран килнисем терĕне?
— Вулăсран килнисем.
— Кантур начальникĕсем тетне?
— Çавсемех пулма кирлĕ. Виç лаша кÿлнĕ сиктĕрмеллĕ павускапа пырса кĕчĕç çав, патька. Курсан, чĕрем сиксе тухать пуль терĕм.
— Ай-яй-яй! Çаплах-и?..
Виçĕмçулччен Кантюкăн çурчĕ пĕр пахча анлăшне кăна йышăнатчĕ. Аслă ывăлĕ, çулталăк мăшăрлă пурăннă хыççăн урçана тăрса юлчĕ пулин те, уйрăлса тухма хатĕрленет имĕш. Ун валли çурт вырăнĕ кÿршĕрех тупăнчĕ. Кантюкăн кÿрши чухăн пурăнатчĕ; хуçи вара, йышлă килйышĕ валли телей шыраса, çĕнĕ çĕре, Çĕпĕре, тухса кайрĕ. Çемйине те хăйĕнчен хăвармарĕ. Вырăнне хăлтăр-халтăр çурчĕ-мĕнĕпе Кантюка сутса хăварчĕ. Кантюк пĕлтĕр унта çĕнĕ çурт çавăрма тытăнчĕ.
Кантюкăн çурчĕ халь икĕ пахча сарлакăшне йышăнать. Вут-кăвартан сыхланмалла пултăр тесе, çурт тавра, мал енчен те, аяккинчен те, тирек-йăмра лартса тухнă. Арасланса ÿснĕ йывăçсем ирĕн-каçăн вăрман пек кашласа лараççĕ. Çума çумăн вырнаçнă виçĕ пÿртрен урам еннелле шăкăрах чÿрече тухать. Чÿречисем пурте пысăк, анлă, уçăлса хупăнаканнисем — ялта вĕсенни пекки никамăн та çук! Пÿрчĕсен икĕ енче икĕ крыльца. Мăшăр çунатсем пек, вĕсем пĕр тĕрлĕ те пĕр хурăмлă. Пусмисем чăнкă, сарлака, эрнесерен хăйăрпа та супăньпе çуса тăнипе — таса. Алăкĕсене урам енчен йĕс тыткăчăсем лартнă. Çав тыткăчăсене халь пурăпа çутатнă та — хĕвел çутинче вут-хĕмĕн ялкăшса куçа йăмăхтараççĕ.
— Этсемĕрин, кунта ăçтан кĕрессе те пĕлес çук, пĕлес çук! Хăш алăкĕнчен кĕмелле-ши? — таçтан хăюлăх çитерсе ыйтрĕ Шерккей Урнашкаран.
— Сана ăçтан кĕртеççĕ-тĕр, пĕлейместĕп. — тавăрчĕ лешĕ, — эпĕ хам крыльца çумĕнчи кĕçĕн алăкран кĕретĕп.
— Ку енчен те кĕçĕн алăк пурччĕ мар-и-ха, пурччĕ мар-и? — хутлăн-хутлăн ыйтрĕ Шерккей.
— Вăл тарçăсен алăкĕ, — кулкаласа тавăрчĕ Урнашка, хăйне Кантюк тарçи вырăнне хуманскер, — Унта тата пĕр пĕчĕкçĕ алăк пур, эс ăна асăрхамарăн пуль, тултан вăл паллă та мар — хуралçă алăкĕ.
— Пĕсмĕлле! Мĕне кирлĕ-ши, мĕне кирлĕ-ши çавăн чухлĕ алăк, пĕлсе те пĕтереймĕн, — тĕлĕнчĕ Шерккей.
Ырă шăршă саракан туратлă тирек сулхăнĕпе иртсе, вĕсем çурт варринелле çитсе пыратчĕç. Шăпах çав самантра хĕрринчен иккĕмĕш чÿрече яри уçăлчĕ те, каçăр сăмсаллă сăнар курăнса кайрĕ — Кантюкĕ хăех! Кăтраланса тăракан кĕске кăвак сухаллă вăл, сарлака çамкаллă, кукши çинче хĕвел вылять. Кантюк чĕнсе-калаçса аппалан
марĕ, хăш алăкран кĕмеллине шĕвĕр пÿрнипе çеç кăтартрĕ. Çавна çийĕнчех тавçăрса илеймен Шерккей, малалла иртмесĕр аптăраса, самантлăха пĕр вырăнта тапăртаткаласа тăчĕ. Урнашка ăна: «Ав çав крыльцаран кĕме хушрĕç», — тесен, вăл: «Юранă пулĕччĕ ĕнтĕ пире кĕçĕн алăкĕпе кĕме те», — текелесе мăкăртатнă хушăра хăрах енчи крыльца алăкĕ уçăлах кайрĕ, Нямаç тухса тăчĕ.
— Шерккей тей, эсĕ иртсех кайнă-çке? —сунас тытнă чухнехи пек янăракан сасси илтĕнчĕ унăн. — Каялла çаврăн-ха, тусăм, санăн çак алăкран кĕмелле!
— Пĕлсе пĕтерĕн кунта ăçтан кĕмеллине, — илтĕни-илтĕнми мăкăртатрĕ Шерккей; унтан хытăрах сасăпа çапла хушса хучĕ: —Çуртăр элес-мелес чаплă-çке, хула пек, хула пек, хăш алăкран кĕрессе те пĕлес çук.
Шерккей, хăй утас çулĕнчен каялла çаврăнса, Нямаç патнелле пычĕ. Нямаçĕ, çÿлтен анмасăрах, ун енне пăхрĕ.
— Сана хăна алăкĕпе кĕртмесен епле вара? —çăмăллăн кулкаларĕ вăл.
— Ăçта эпир ун пек хисепе! Тивлетĕмĕр пĕчĕккĕ-çке ытла, ятăмăр хамăра кура кăна, хамăра кура кăна.
— Эй, сирĕн пекки-ха ялта та… — юри ăна хаваслан-тарасшăн пулса, «сахал» тесе каласшăнччĕ Нямаç, каласа пĕтереймерĕ, çăмламас ал тунисене хăй кăмăллăн сăтăркаларĕ.
Шерккей пĕрре крыльца пусмисене пăхрĕ, тепре уринчи çĕнĕ çăпатине тинкерчĕ — питех вăтанмалла мар-ха çипуçĕ; кăптăрт-кăптăрт тутарса пусма тăрăх хăпара пуçларĕ. Чĕркуççине питех чăнкă çĕклейменнипе вăл сылтăм урипе кăштах такăнса ÿкетчĕ. Ун шучĕпе, ырра пĕлтермерĕ ку. Вăл юри сулахайĕпе такăнасшăн пулчĕ, анчах ури çăмăллăнах çĕкленчĕ. Çÿлелле пăхмарĕ ĕнтĕ, хăй умнелле кăна, урăх епле пулсан та такăнас марччĕ тесе, пит сыхланса хăпарчĕ. Акă вăл пуçне кăшт çĕклерĕ, Нямаçăн лутра кунчаллă çутă аттине асăрхарĕ. Вăл çÿле хăпарса çитнĕ тĕле Нямаç хăйĕн çÿхетсе кастарнă сарă мăйăхне пÿрнисемпе вĕçкĕннĕн пĕтĕркелерĕ. Авăнарах тăракан пысăк сăмси караппăлăнни пек.
Нямаç хĕрлĕ пусма кĕпепе, ярханах, тарланă кăкăрĕ çинчи кăтра çăмĕ хачăпа касса иртмелĕх кĕççеленнĕ. Хы-рăмламасскер, хырăмĕ куçа питех палăрмалла ан пултăр тесе пуль, пилĕкне йÿле янă. Вăл хăй лавккинче те çавăн пек курăнма тăрăшать. Икĕ еннелле йăрăмланса анакан çăра çÿçĕ йăм-хура йăлтăртатать. Çавра тулли пит-куçне кĕпи тĕсĕ çапнă тейĕн — хĕп-хĕрлĕ, чиртсен юн пĕрхĕнсе тухмалла. Лутра çамки çине тар тапса тухнă, ăна вăл шăлмасть, уçă сывлăша хыпăннă пек каçса кайса çăтать. Тарланине пула Нямаç халь кăна мунча кĕрсе тухнă çын пек. Сылтăм тăнлавĕ тăрăх хĕрлĕ йĕр анать — ĕçкĕпе йĕрленнĕ тупкăç тет хăй çавна.
Шерккей Нямаçран самай аслă пулсан та, малтан хăй ăна сывлăх сунчĕ, алă тăсрĕ. Нямаç ун аллине хытă чăмăртарĕ, крыльца алăкне яри уçса, Шерккее хăй умĕпе ирттерсе ячĕ.
Пăлтăр урайне тăршшĕпех çÿхе симĕс палас сарса тухнă. Шерккей уринчи çăпатине тепĕр хут та пăхкаларĕ— йĕр тумасть, тиркев тупаймарĕ. Хăйне çакăнтанах кĕме чĕнчĕç пулсан та, вăл палас çине пусса мар, хĕррипе çеç иртесшĕн пулчĕ. Нямаç ăна палас тăрăх уттарчĕ.
— Э-э, тăванăм, хаклă хăнасем тĕлне саратпăр та ăна, епле ун тăрăх утса кĕрес мар, йĕркерен тухнисем мар вĕт эпĕр.
— Çаплипе çапла та-ха вăл…
— Атте хăй сана çак алăкпа кĕртме хушрĕ, хисеп тумасăр, çапла пулать-и?
— Рехмет ырă хуçана.
Пăлтăрăн пĕр енче вĕçе-вĕçĕн тенĕ пек темиçе алăк — чăлансем ĕнтĕ, кĕтесре маччана çити улăхмалли çавра пусма пур, тул енчен ăна хăмапа чалăшшăн çапса витнĕ.
Пÿрте кĕмелли пĕр алăк патĕнчен иртсе, вĕсем малалла утрĕç те иккĕмĕш алăк патне çитрĕç.
— Пĕр эпĕ кăна мар пуль-ха сирĕн патăрта, çыннисем тата пур-тăр? — хăюсăр ыйтрĕ Шерккей.
— Эс кăна мар-çке, ыттисем те пур, кĕрсен курăн акă, — йăпатрĕ Нямаç.
— Камсем тата?
— Кĕрсен курăн тетĕп-çке? Пирĕн пата лайăх çынсем кăна килекенччĕ.
Вĕсем пÿрте кĕрсе кайрĕç.
Кăвак чечеклĕ чаршава сирсе Кантюк тухса тăчĕ. Сăмсин икĕ хура шăтăкĕ карăлнă пек курăнать. Кантюк, енчен енне сулăнкаласа, Шерккей патне çывхарчĕ. Шурă çăм калушпа хăй, кăвак кĕпепе, çÿхе хура шăлаварпа. Шерккей пÿрте кĕричченех хăйĕн хăмăр шлепкине хывнăччĕ, ăна халĕ сулахай хул хушшине хĕстерсе тытрĕ. Хуçана курсан, Шерккей хисеплĕн пуç тайрĕ.
— Шĕкĕр пурăнать-и ырă кил хуçи? — ытла майĕпен илтĕнчĕ унăн ахаль чух самай уçă сасси.
— Рехмет, Шерккей шăллăм. Пÿлĕхе кÿренместпĕр. Ара, килях, килях…
— Тавтапуç, ырă хуçа!
Шерккей урисене пĕр вырăнта сиктеркелесе тăчĕ, шлепкине хул айĕнчен кăларса аллине илчĕ. Çак самантра шлепки ăна пĕтĕмпех йăлăхтарса çитернĕн туйăнчĕ: ниçта чикме пĕлмерĕ вăл ăна. Çав инкекрен вара ăна кил хуçи хăтарчĕ: вăл шлепкине хăй тытрĕ те алăк патĕнчи шăкăрах лартса тухнă авăнчăк пăтасенчен пĕрин çине çакса хучĕ. Унтан Шерккее, хулĕнчен тытса, таса урай тăрăх çавăтрĕ. Шултра чечеклĕ чаршавăн çÿçине шыв укипе питĕрнĕ. Кантюк ун çумĕпе сĕртĕнсе Шерккее тĕпелелле ирттерчĕ. «Çакăн пек пурăнаççĕ иккен пуянсем… » — шухăшласа илчĕ халь çеç кĕнĕ хăна.
Чÿрече айккипе пĕтĕмпех шурă чĕнтĕр вĕçлĕ сарлака сĕлкĕ кара-кара тухнă. Пÿртре таса, çутă. Сĕтелĕ çине кĕреке хывнă. Унта виççĕн лараççĕ. Шерккей вĕсене виççĕшне те паллать: пĕри ял старости — Элюкка, шĕвĕр янахне аллине час-часах хыпашлакалать; шăлĕ сурать. Элюккапа юнашар Мăххит, вăл Шерккей пекех ялти кăптăрмăш çын, пăлявуйра ĕçлекенскер; сĕтел пуçĕнче лараканни — ялти иккĕмĕш пуян, вăрман ĕçĕпе пурнăçне ăн-тарнă Усалук; тăваттăмĕшĕ, чÿречерен пăхса, ура çинче тăрать, тумланасса шукăль тумланнă хăй, хула пинша-кĕпе, çутă пушмакпа, Шерккей унăн сарлака хул-çурăмне те вĕрсе хăпартнă пек тулли ĕнсине кăна курать, çÿçне вырăсла кастарнă.
Нямаç Усалукпа юнашар пырса ларчĕ.
Шерккей палланă çынсене пурне те алă парса тухрĕ, чÿречерен пăхаканнине те алă парас тесе пăхкаларĕ, лешĕ, ку килсе кĕнине асăрхаман пек пулса, çаврăнмарĕ те.
— Ну, тăвансем, — терĕ Кантюк, — килнĕ-килнĕ, пурсăмăр та пĕр сĕтел хушшине кĕрсе ларăр-ха. Шерккей шăллăм, сана акă Нямаç çумне вырăн пулĕ.
Кантюкĕ хăй сĕтел умĕнчи хыçлă пукана йышăнчĕ.
Чÿречерен пăхса тăракан çын васкамасăр пăрăнчĕ те Элюкка çумĕнчи кăлан питлĕ мамăк минтер çине ларчĕ. Çынни вăл, чăн та, ытла мăнтăр, тулли пичĕ çинче йĕкел пек сăмси те палăрсах каймасть, куçĕ путса кĕнĕ, шалтан хĕсĕнсе пăхать, сарлака та вăрăм янахĕ аялтан ик-виçĕ хут пĕрĕмленсе, хăмпăланса тăрать. Шерккей вăл кам иккенне пĕлмест, Нямаçран ыйтса пĕлме те хăяймасть.
— Сана, Çтаппан Иванччă, кĕреке варринерех кĕртсе лартмалла марччĕ-ши? — ыйтрĕ кил хуçи çав палламан çынран. — Эпĕр хамăр кунта паян, мĕн тесен те, сирĕн
ятăрпа, сире кăмăл тăвас ĕмĕтпе пуçтарăннă тетпĕр-ха…
Шерккей тĕмсĕлсе итлет хуçа сăмахне. Кур-ха эс, ăсу каясшĕ, Кантюк чухлĕ Кантюк çав çынпа вăтаннă майлă калаçать те, кам-ши вара вăл, чăнах та?
— Ничава, хĕрĕнче ларма лайăхрах, — мăйĕ пăрăнманран пĕтĕм тăлпăвĕпе çаврăнчĕ Çтаппан Иванччă текенни.
Кăмăллă кил хуçи мăшăрĕ, шапăлти Алиме, карчăк пулсан та, пăрчăкан пек çăмăл çÿрекенскер, Шерккей килнине малтанах асăрхаманччĕ пулас, Кантюк, ăна хăлхинчен тем пăшăлтатсан çеç, чи кайран килсе çитнĕ хăна патне пычĕ те:
— И-и, тупата, Шерккей килнĕ-çке пирĕн пата? Кураймарăм та вăхăтра… Мĕнле çÿреççĕ-ха çемйĕрсем? Сайте тата мĕншĕн килмерĕ?.. — текелесе, алă тытрĕ. Унăн йышлă ыйтăвĕсене Шерккей тавăрса та ĕлкĕреймест. — Пĕр кĕрекере лармалли çынсем те хамăр, — малаллах тăсрĕ Алиме хăй сăмахне, — чăнах, тем çапла ютшăнса пурăнатпăр-çке. Айăпăмăр хамăрта та пулма кирлĕ çав… Ĕнтĕ малашне те пулин пĕрне-пĕри манас марччĕ-ха тесе, час-часах сăмахлатпăр вара старикпе…
Алиме ытла ăшшăн калаçать, Шерккей ун сăмахне итлет-итлет те аптăраса ÿкет: çак çĕрме пуянсем уншăн ăçтан çывăх çынсем пулччăр? Ратне-хурăнташ мар, халиччен хутшăнса пурăнман… Чим-ха, тепре шухăшласан, Шерккей те чысран-хисепрен тухнă çын мар-çке, тен, çавăнпах та чĕнчĕç пуль ăна кунта паян? Ах, çак Алимен чĕлхи-çăварĕ, тупата, чĕлхи-çăварĕ — пыл та çу. Епле япшар калаçать? Шăрантарать кăна сăмахне! Шерккее те чĕнмесĕр ларма аван мар: «Çемьем, мĕн-ха, тĕрĕс-тĕкелех пурăнать-ха», — тесе тавăрать вăл. Алиме каллех ăна хирĕç: «Турра шĕкĕр çав, турра шĕкĕр, çапла пулмасăр», —тесе сассине эреветлĕн çавăрттарса калать те пĕтĕм чуна çемçетсе ярать.
Шерккей çапах та хăйне çак эртелре кăвакарчăн ушкăнне ерĕшнĕ тăмана пек туйрĕ. Тÿррипе каласан, кунта уншăн юлташ та çук темелле. Мăххит пур ĕнтĕ, пĕртанни евĕрлĕскер, вăл та пулин тепĕр аяккинче ларать. Кун пек чух вара калаçиччен калаçманни лайăхрах, пĕлнĕ-пĕлмен чĕлхÿпе тÿрмен сăмах перĕн ярăн.
Шерккее кунта хăй çине пăхасса та, çав Çтаппан Иванччă текенни евĕр, куç хĕррипе пăхассăн туйăнать. Сĕтелĕ те уншăн темле меллех мар пек, çÿллĕрех, сарлака сак тăрăх сарса тухнă кашма та ытла çемçе, вăл пур — ларать, куçне мăчлаттарса, килĕнчи картишĕнче каскаланă хыççăн аллине те пулин çума ăс çитереймерĕ-çке. Авă вăрăмланнă чĕрне айĕнче çарăк акмалăх тăпра пуçтарăннă, пÿрни хушшине кирĕк çине кирĕк перĕне-перĕне хутланнă, вĕри шывпа та кĕлпе çумасăр сĕвĕнсе ÿкмеççĕ ĕнтĕ вĕсем. Çак алăсемпе сăра курки тытасса асне илсен, Шерккейĕн çанçурăмĕ сÿлетсе каять, çамки çине сивĕ тар персе тухать. «Тăрпалтай, мехлюк, ÿлĕмрен те пулин çакăн пек пулса тăрасран сыхланасчĕ-çке», — тесе, Шерккей тем пек тарăхать те, ÿкĕнет те.
Кантюк хăнасене курка тытма сĕнчĕ. Сăрине вăл чаплашкапа ĕçтерет. Малтанхи курка «хаклă хăна» ячĕпе пулчĕ. Хаклă хăна Çтаппан Иванччă ĕнтĕ, унтан та хакли кам пултăр? Курка рет йĕркипе кайрĕ.
Мăнтарăн чăваш çынни, тарават-çке хăйĕн чыслă хăнисене сăйлама! Тепри ĕнтĕ, хăй яра кун выçă ларсан та, килнĕ хăни валли мĕн те пулин тупать, пускилĕнчен те пулин кивçен йышăнса, ăна çăкăр-тăварсăр кăларса ямасть. Кантюк хăнасене сайра кĕртет. Кĕртсен вара тиркес тесен тиркеймĕпĕр, ăна-кăна уяса тăмасть, куçа илĕртмеллерех мĕн курăнмаллине пĕтĕмпе сĕтел çине лартма хушать.
Сĕтел варрине çавра ывăспа хуплу лартнă, хăнасем ăна хĕрĕнкĕ кайсан çеç пуçлаççĕ. Аш хуплăвĕпе юнашар услам çу, çăмарта, чăкăт, тăваралă çу, капăртма, хутлăн-хутлăн пĕçернĕ пÿремечи, тĕрлĕ какай — чĕлхÿне мĕн илĕртет те мĕн усса пырать — сĕтел çинче. Алимепе хĕрĕсем çаксене пĕçере-пĕçере çĕр çывăрман. Хĕрĕсем — Нямаç йăмăкĕсем — Эскаппа Кĕмĕлпи. Эскапĕ шатраллăрах питлĕ, унталла-кунталла чалăртса пăхакан куштан куçлă, çултан иртнĕ хĕр. Утламăшра пĕр вăхăтра ун пирки «хĕрĕх чĕрнеллĕ-ха вăл» тесе те сăмахлатчĕç, каярахпа мучар курăкĕ çисе хырăм пăрахтарнă тенĕ сас-хура тухрĕ… Тепри, Эска-пăн йăмăкĕ — Кĕмĕлпи, аппăшĕ халь те качча кайманнине пула, çирĕм пĕр тултарнă пулсан та кăçал вунсаккăра пусрăм ĕнтĕ текенни. Кĕмĕлпийĕн пит-куçĕ самай чипер, анчах чĕлхинче кăшт айăп пур: хăшпĕр сăмахсене юри тенĕ пек селĕпрех калать. Тумланасса капăр тумланать, халь те вăл пусма кĕпе тăхăннă, икĕ хут мăййа çакнă, çурăмĕ хыçĕнче пĕтĕм кĕмĕл тенкĕпе питĕрнĕ ыймалийĕ пур, ал вĕççĕн тĕрленĕ сарă тутăрне хĕрле çавăрса çыхнă. Сĕтел çине мĕн кирлине çак хĕрсем вăхăтра парса тăраççĕ те.
Сĕтел кĕтесне кĕрчеме килсе лартрĕç. Хуçи каланă тăрăх, кĕрчемине виçĕмçулхи хăла пылтан тунă иккен. Вуник кăшăллă юман пичкере ăна çулталăк ытла çĕр айĕнче усранă имĕш. Халь акă, «тахçан кĕтнĕ çемлемир» килнĕ ятпа, çав пичкене пуçларăмăр тесе пĕлтерчĕ Кантюк.
Шерккей «хаклă хăнана» чăрр пăхса илчĕ. «Çемле-мир?.. Çемлемир тет иккен-ха… Мĕн тума килнĕ-ши тата? »
Элле çĕр касма тытăнаççĕ-ши? Ильясĕ ята кĕрсе юлсан, пит аванччĕ те… »
Шукăль тумланнă çын сăрине чаплашкапа ĕçсе янă хыççăн пуçне хисеплĕн ухкаласа илчĕ.
— Кун çути кăтартмарăмăр ку кĕрчемене, — терĕ Алиме, — кăтартсан куçăхать вăл, çеçкеленет. Çапла çав. Кĕрчемине халиччен тукалаканччĕ-ха ăна.
— Сирĕн кĕрчемĕр тесен, ăçта калама! Пасар эрехĕ пĕр хĕрринче тăтăрах, — сăмаха хутшăнчĕ Усалук. — Иртес кунăмра, хе-хе, пĕрре мар сыпса курнă кĕрчемене. Сирĕнни пеккине, мĕнле калас, хе-хе, Улхашра та тутанса пăхман темелле.
Кантюк кĕрчемине чей куркипе кăна тултарчĕ, кĕрчеми, чăнах та, халь çеç юхтарнă чечек пылĕ пек, витĕр таса, курка çийĕн симĕсленнĕ пăс йăсăрланса явăнать. Малтанхи курка каллех Çтаппан Иванччăн сывлăхне пулчĕ. Çтаппан Иванччă ăна сывлăш çавăрмасăр ĕçсе ячĕ. Унтан, сăмсине тутăрпа хытă хĕссе тытса, пушаннă куркине Кантюк еннелле тăсрĕ.
— Мĕнлерех пек? Ара. Кĕрчеме çавăн пекрех ĕнтĕ вăл…
— Толтар тепре чашка. Сăмса çорать.
— Э-э, хайхи…
Хуçа ăна тепĕр курка та тултарса пачĕ,
Çемлемирĕн çăмăл аллине пула кĕрчеме курки те рете хăвăрт кайрĕ.
Сĕтел çинче тĕрлĕ тĕслĕ эрех тултарнă пулăштухсем лараççĕ. Тĕнчере, ытармалла мар кĕрчеме пур çинче, кам «пĕр хĕрринче тăракан пасар эрехĕпе» аппаланса ларас пур?
Çапах та Кантюк, кăтра та сарлака сухалне савăнăçлăн якаткаласа, илемшĕн тесе, тепĕр куркана хĕрлĕ эрех тултарать. Хăй çаплах хăнисемпе сăмахлать.
— Эсир астăватăр пуль-ха, — тет вăл, — ĕлĕкрех пирĕн атте симпылне алтăрпа ĕçтеретчĕ. Ара. Çуртра курка тупăнман мар пуль ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ, калама кирлĕ, алтăрне виçĕ пулăштухсем кĕнех çав. Ара. Усалук шăллăм астăваймасть-ха çавна? — Кантюк куçне хĕскелесе Усалук еннелле пăхрĕ.
— Астумасăр? Халь те куç умĕнчех! Пирĕн атте, хе-хе, çавна пĕррех тытса ĕçсе яратчĕ.
— Ĕнтĕ пирĕн атте те унран юлсах кайман пуль çав, ара. Пичке утланса ĕçеттемĕр тетчĕ те… Элюкка, эс мĕн тата, кĕрчеме куркине хĕр пек пăхса ларатăн? Ĕçсе пар-ха хăвăртрах, ыттисем те ĕçесшĕн. Хисепĕм те сăвапăм çиттĕр!..
Ахаль чух Элюкка хăйне питех хистессе кĕттерместчĕ. Паян тесен вăл, тем, пĕрехмай Çтаппан Иванччăна пăхкалать. Çтаппан Иванчча тинех пăхмасан та юрать, лешĕ курмасть те пуль, куçĕ йăлтах пытаннă. Вăрăм куç хăр-пахĕ кăна, вăхăтран вăхăта мĕлтлеткелесе, сике-сике илет. Элюкка унран ытла вăтанса тăмалла мар иккенне тĕшмĕртет те хăй ятне тултарнă куркана мăштах шалт тăвать.
Ĕнтĕ Мăххит те, Усалук та ĕçрĕ, черет Шерккее çитрĕ. Сыпасса халиччен пĕрре мар сыпкаланă та, ураран ÿкиччен ĕçсе курман. Вăл халь те, ĕçместĕп тесе, кутăнлашма пăхрĕ. Кил хуçипе ывăлĕ ăна иккĕнлетсе хистеме тытăнчĕç;
— Шерккей тей! Епле-ха апла, энчетрен пĕрре килетĕн пулать те унта та пирĕн кăмăла хăварасшăн-çке?.. — терĕ Нямаç.
— Çук ĕнтĕ, куркаран аслă пулни килĕшмест çав, ара, — хутшăнчĕ ашшĕ, — Курка вăл хамăр çураличченех кун курнă.
— Иккĕ те калаçмастăн… Илтетне? Иккĕ те… —тапăнсах тапăнчĕ Нямаç та.
— Нямаç шăллăм, Нямаç шăллăм, сывлама та пулин вăхăт пар, — йăлăнчĕ Шерккей.
Акă Алиме те пуçларĕ.
— Мăшăрăрпах килме каласа янăччĕ те, йыхравçăсем ăс çитереймерĕç курăнать. Шерккей чунăм, сар ывăл тейĕттĕм те сана, кĕрекене тиркес çук-ха эс кунта. Эс те çынпа пĕрле пулсамччĕ, тупата… Хăвăр лайăх, ачăр-пăчăрсем кăвакарчăнсем пек… Çапла, эп сирĕн хĕрĕре иртнĕ кунсенче кăна куртăм та, тĕлĕнтĕм те кайрăм, тупата-а, ăçтан кăна пулма пĕлнĕ çавăн пек ăслă-пуçлă та пултăклă хĕрача? Ÿссе çитĕннĕ-çке, чăнах, йăлт ÿссе çитĕннĕ! Ай, чаплă та пулать иккен…
— Çамрăк çыннăн çавă ĕнтĕ вăл, çавă ĕнтĕ вăл, куллен малалла.
— Çапла пулмасăр! Халь ĕнтĕ ăна вырнаçтарасси пирки шухăшлама та вăхăт çитет пуль çав?.. Пĕр-пĕр ятлă-шывлă çынсен кинĕ кăна пулмалла та вăл сирĕн, хамăрах тупса параймăпăр-ши-ха пĕр-пĕр чипер çурта тетĕп…
— Рехмет çапла ырă суннăшăн…
— Элентейĕре те чĕнесшĕнччĕ те, ĕнтĕ тепĕр чухне чĕнĕпĕр терĕмĕр… Çавсен сывлăхĕшĕн те пулин çак куркана шалт туса памасан, епле вăл?
Капла вара чăнласах та курка тытмасан юрамасть, хуçасене çилленнĕ пек пулать. Шерккей хăйĕн хуралнă аллисене вăтана-вăтана пăхкаларĕ, тытнă куркана çăварĕ патнелле çывхартрĕ. Алиме ăна вăйпах ĕçтерчĕ.
Чĕлхе çаврăнать. Пуçтарăннă çынсем пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçма тытăнчĕç; саманисем йывăр иккен, тырă хакĕ те ÿксех пырать, хресчене йывăр килет, выльăх пуçне йышлăлатса пурнăçа хушăнтарма ăс çитермелле.
Пăртак кăтăш пулса илнĕ «хаклă хăна» сулкаланчĕ те сĕтел хĕррине таянса çиме пикенчĕ. Çавна пула Кантюк хуплу пуçлама вăхăт çитнине сисрĕ. Вара çĕçĕ вĕçĕпе вăл хуплу виттине васкамасăр ватăрса касрĕ. Шалтан техĕмлĕ пăс тухрĕ. Хуплуне çăлтăрласа касса пĕтерсен, хăнисене çиме сĕнчĕ.
Шерккей йывăç ывăс варринче виçĕ шăтăк пуррине асăрхарĕ — ăшă кĕрсе тăма-ши? Ывăсĕпех кăмакана лартмаççĕ пулĕ те-ха… Аяккинче ларакан Мăххит хуплу илме кăшт çĕкленесшĕн пулчĕ — çĕкленеймерĕ, татах тăрăшса туртăнчĕ, çапах та çĕкленеймерĕ. «Ара, мĕнле ку, ÿсĕрĕлме кирлĕ марччĕ-çке? »—тенĕ майлă, вăл хăйне хăй шанмасăр алли вĕççĕн тĕренсе тăма хăтланчĕ, анчах çавăнтах Элюкка çинелле таянчĕ. «Эсĕ мĕскер? »—тенĕ пек, ăна сиввĕнрех пăхса илчĕ лешĕ.
— Айăп ан ту-ха, Элюкка Петянччă, тем йывăрлатрĕ мана, — терĕ Мăххит. Вăл хуллен çеç каларĕ пулни те, сăмахĕсене ыттисем те илтрĕç.
— Йывăрлатрĕ тетне? — ыйтрĕ Кантюк. — Кĕрчеме вăл, ара. Çапларах пулать çав. Элюкка, эс ак Мăххит тĕреннĕ-шĕн мăртăхатăн, ху тăрса кăтарт-ха уру çине?
Элюкка: «Мĕн эс, манран кулма шутлатăн-и? »—тенĕ пек, хуçана кулкаласа пăхса илчĕ. Хыткан хулпуççине маттуррăн выляткаласа çĕкленесшĕн пулчĕ вăл, анчах хăй те ура çине тăраймасть иккен.
— Ара, мĕнле ку?.. Пĕр курка кăна ĕçрĕм пуль-çке? — хутне кĕресшĕн пулакан курăнмĕ-ши тенĕ пек, вăл енчен енне пăхкаларĕ.
— Хе-хе, куркине ăна шутлаймарăмăр-ха, тен, тăват-тăшне те пушăтран пулĕ… Эс пур — тата ĕçесшĕнччĕ пуль-ха? — лĕкĕртетрĕ тăрăхлама юратакан Усалук. — Кунта пурсăмăр та урасăр юлтăмăр пулас çав, хе-хе…
— Эсир çийĕр, çуне те, какайне те çийĕр, — хистесе сĕнчĕ Кантюк.
Нямаç, хăй куркине çĕклесе пăхмасăрах, сĕтел варринелле туртăнчĕ те чашăкран пĕр катăк услам çу илчĕ, ăна аллипе илсе, çÿçне сăтăркала пуçларĕ. Çÿç пайăркисем тăрăх çуллă йăрăмсем йăрăлтатса анчĕç. Ирĕлнĕ çу кĕпи
çинелле тумлама тытăнчĕ. Нямаç ăна шăла-шăла кĕпине те, аллине те йăлт вараласа пĕтерчĕ.
Кантюк, хăнасем умĕнче чипер курăнас тесе, хăй сахал ĕçрĕ, çавăнпа ура çине те çăмăллăнах тăчĕ.
— Эсĕ, Çтаппан Иванччă, пире тем каласшăнччĕ пуль-ха? — хăюсăр ыйтрĕ вăл «хаклă хăнаран».
— М-да-а, — пĕр евĕкрен сăмах хушрĕ Çтаппан Иванччă, пуçне аран пăркаласа. — Конта сэр копцасем пек порнатăр…
— И-и, — хĕпĕртерĕ Кантюк, — пирĕн пуянлăха мĕн
пуянлăх темелли пур? Ак кунта, калама кирлĕ, пурте хамăр çынсем пуçтарăннă-ха. Ара. Эпĕр хамăра авалхи чăвашсен йăлине тытатпăр тетпĕр ĕнтĕ, —мухтанас ĕмĕтпе каласа хучĕ кил хуçи, хăй умĕнчи эрех куркине сĕтел варринерех шутарса. — Пирĕн çавăн пек йĕрке: çын сана хисеплет
иккен — эс ăна вунă хут ытла хисепле. Сан кĕрекĕнте хăнара пулсан, хаклă хăнуна куçран пăхса тăр. Çапла пуль, тăван-янташсем? — пĕр ял çыннисене чăрр пăхса илчĕ Кантюк. Янташсем тет вăл пĕр ял çыннисене. — Ара. Çапла мар-и, Элюкка? Сана эп, Элюкка, тепĕр курка кĕрчеме тултарса парам-ха…
— Вăл мĕн ĕнтĕ, ырă хуçа, чăн сăмахăн суйи çук.
— Пуян пулма пулать вăл ĕçлесен, тăрăшсан, хе-хе!
— Тата перекетлĕрех пурăнсан, ара.
— Перекетлĕ тенĕрен, ав. курăр-ха Хĕрлĕ Пылчăкри Сăпат Ахваниçе; сĕтелĕнче çăкăр хытарнипех пуйса кайрĕ вĕт? —терĕ Усалук, арпашнă çÿçне якаткаласа.
— Çапла пулмасăр! Çăра вĕççĕн тытать вăл çăкăрне, ара…
— Лав!.. Кас теп, — каласа хучĕ Çтаппан Иванччă, Кантюка пÿлсе.
Нямаç ларнă çĕртен сиксе тăчĕ.
— Лавккаç тет-и вăл?.. Лавккаçă эпĕр хамăрах…
— Лавккаç темест-ха, — ăнлантарса пачĕ староста. — Лавĕ пур унăн, чĕнтересчĕ тет, килне каясшăн вăл; çавăн пирки калать.
— Э, апла иккен. Эп халех Урнашкана!.. —Нямаç сĕтел хушшинчен йăпăрт тухса кайрĕ.
— Серн конта чĕр çморта пор? — ыйтрĕ Çтаппан Иванччă.
— Чĕрĕ çăмарта тетĕр-и? Пулмасăр!.. Кĕмĕлпи, илсе кĕр-ха кунта чĕрĕ çăмарта.
— Пирĕн çынна мĕн вăл çăмарта, — сăмах хушрĕ Усалук, — хе-хе, çĕрулми вырăнĕнче темелле. Хаклă хăна пирĕн еннелле Çинçе эрнинче килсе куринччĕ.
— Управ сăри тăвас тетпĕр-ха Çинçере, Карчăкпа иксĕмĕр калаçса татăлтăмăр. Кĕллине чÿклесе ирттерĕпĕр тетпĕр. Ара… Менле, Çтаппан Иванччă, çавăн чух пирĕн пата çемйÿпех килсе кайма вăхăт ÿкерейĕр-ши?
— Хăнча пать ол?
— Çитес эрне ĕнтĕ. Хăçанне хыпар тăвăпăр унта.
Нямаç килсе кĕчĕ.
— Нямаç йыхрава хăех пырса кайĕ, —терĕ кил хуçи, сăмах мĕн пирки пынине ывăлне кĕскен кăна ăнлантарса.
— Ун чух пирĕн хăнасем нумай пулаççĕ, — терĕ Нямаç та. — Пăваран килме пулчĕç… Касим пур унта, манăн тус темелле…
— Леш, Хусанта кĕрешсе паттăра тухаканни-и? — ыйтрĕ Усалук.
— Шăпах çавă, — хĕпĕртерĕ Нямаç. — Ашшĕ унăн Хусанта икĕ лавкка тытать. Шăрттана пĕрре кăтарттăр-ха терĕм, кунта вăл — Шăрттан пирки калатăп-ха — ялта пуçне тек каçăртса çÿрет, хăйĕнчен паттăрри урăх ниçта та çук тет пуль. Касим: «Килетĕпех», — терĕ. Пĕр Шăрттана мар, хăйне хирĕç икĕ Шăрттан пĕр харăс кĕрешсен те, ним мар çавăрса çапать. Эх, кĕрешет те! Çын мар — улăп хăех, калам сире!
— Касимĕ вăл, килсен тем пекчĕ те, — йăвашшăн каласа хучĕ Кантюк.
— Килĕп, Эп те килĕп, çемьяпа килĕп. Матăшкăпа, ребятишкăпа. — Çтаппан Иванччă куç хĕррипе çеç Элюкка енне пăхрĕ. — Так вот, старостă, ямщика кала. Килĕп.
— Ямшăкне систерĕпĕр ăна.
— Ну, а сана калам, — Кантюка куçран пăхрĕ Çтаппан Иванччă, — правительствă хреç полмас. Кÿлтен ларре, Корр… Коржанак тетри? Çавна çите площадь сана пать. Да, çокна калас: уясри крестьян банкне окçа памалла. Мин чолне Нямаç пĕлет. Вара площадь навечно сана пать. Земствăра ман пичче, çавăн пек калать. Жалобсам полсан та, ним тăвимаç. Вот…
— Ак хайхи, — хавасланса ÿкрĕ Кантюк. Ĕнтĕ мĕн каласси пур! Енчен Кантюкăн хÿри пулнă пулсан, çак вырăнти çын умĕнче вăл вĕшле йытă пек хÿрине пăлтăртаттарса вылятнă пулĕччĕ те, хÿри çук-çке. Капланса çитнĕ сăмахĕпе те пулин юрама тăрăшрĕ вăл: — Апла-и? Çавăн пекех-и? Ара, ĕçĕ пулса та пĕтрĕ-и?.. И-и, Çтаппан Иванччă! Пуççапса пуç çитмест. Ну, Çтаппан Иванччă та иккен… Рехмет сана! Умна хисепĕм те сăвапăм çиттĕр!.. Карчăкăм, нлтрĕне, ав, мĕн терĕ Çтаппан Иванччă?.. Атя, пуç тайса курка, курка çĕпĕр çакăншăн!
Кантюк чаплашкапа сăра тултарчĕ, ăна сулкаланса ларакан Çтаппан Иванчча тыттарчĕ, унтан, ларнă çĕртен çĕкленсе, Алимене алă вĕççĕн тытрĕ, унпа пĕрле «хаклă хăна» умне чĕркуçленсе ларчĕ. Вара иккĕшĕ те юрласа ячĕç:
Урамăрсем вăрăм та, хай, утмашкăн,
Хăлхăрсем вырăсла — уçмашкăн,
Ĕнтĕ уйăр çутă та çийĕр хĕрлĕ,
Вăтанатпăр куçăртан пăхмашкăн…
Кантюкпа юнашар Нямаç пырса кукленчĕ, алапа çăмарта илсе кĕнĕ Кĕмĕлпи, алине тĕпеле кĕртсе лартса, амăшĕпе юнашар кукленчĕ, Эскап чĕркуçленсех ларчĕ. Юрă тепĕр çаврăм та шăранчĕ:
Кĕримĕски çĕлĕк тăхăнас мар,
Тăхăнсан та, пуссаях лартас мар.
Сире курсан, епле хăналас мар,
Хăналасан, хисепрен тухас мар.
Ука кирлĕ çухана çавăрма…
Хайла кирлĕ сирĕнпе юрлама…
Çтаппан Иванччă сăрине тăка-тăка ĕçесшĕн кăна тăратчĕ, сасартăк тем какăркалама тытăнчĕ, ахаль те хулăн мăйĕ тата ытларах хăпарчĕ, мелсĕр туртăнчĕ, унччен те пулмарĕ — кĕреке çине пĕрĕхтерсе кăларчĕ. Хăраса ÿкнĕ Алиме çавăнтах питшăлли ярса илчĕ. Кантюк: «Кунта ытлашши нимĕн те пулман», — текелесе, хăнана çурăмĕнчен пĕр-икĕ хут лăпкарĕ.
— Э-э, вăт, каларăм-çке, капла аван та. Ара. Çавăн пек кирлĕ вăл. Ют çĕрте мар-çке, мĕнле калас иккен, ман кĕрекере тепĕр хут ларасса пĕлтерет вăл. Карчăкпа иксĕмĕр калаçаттăмăр-ха.
Çтаппан Иванччă, анлă янахне питшăллипе хупăрласа, ларнă çĕртен тăрасшăн пулчĕ.
Çурт умне тăрантас килсе чарăнчĕ.
— Каймалла, да, çмортана хорса ярăр, — илтĕнчĕ унăн сасси.
— Э-э, çитрĕ те-и?.. Ну, апла пулсан, ăсатасчĕ хаклă хăнана.
Нямаç Урнашкана чĕнтерчĕ. Урнашкапа вĕсем Çтаппан Иванчча, иккĕш ик енчен тытса, ура çине тăма пулăшрĕç. Кантюкĕ, пит сыхланса, ăна çурăмĕнчен тĕрте пуçларĕ. Çапла майпа вĕсем ушкăнĕпех пÿртрен тухрĕç те тăрантас патне çитрĕç.
Уçнă чÿречерен пÿртри Элюкка сасси илтĕнчĕ:
— Çтаппан Иванччă, пире йывăра ан илех ĕнте…
Вăйлă Урнашка Çтаппан Иванчча тăрантас çине, пĕчĕк ачана çĕкленĕ пек, çĕклесе лартрĕ. Улма чăпар утсем, иккĕшĕ те пĕр майлах, вырăнта тĕк тăра пĕлмесĕр ташлаççĕ. Ямшăк, вăтам çулсенелле çитнĕ хресчен çынни, вĕсене чĕн тилхепе вĕççĕн аран чарса тăрать.
— Ак çакна пĕр аяккинерех лартăр-ха, — асăрхаттарчĕ Кантюк, тутăрпа витнĕ алана Çтаппан Иванччă патне хурса.
Ямшăк ларкăч çине çăмăллăн сиксе ларчĕ.
Çтаппан Иванччă кăтăш пулма та ĕлкĕрнĕ иккен. Хăйне: «Чипер кайăр, тата килсе курмалла пултăр», — тенине те илтеймерĕ. Лашасем вырăнтан тапранас умĕн «хаклă хăна» ала çине пĕтĕм кĕлеткипе ÿпĕнчĕ те — çăмартасем лачăрах çĕмĕрĕлчĕç.
— Чимĕр-ха, чимĕр! —кăшкăрса ячĕ Кантюк. Анчах маттур утсем, тилхепе туртăнсанах, вырăнтан тапса сикрĕç. Тăрантас, тепĕр урамалла пăрăнса, часах куçран çухалчĕ.
— «Пĕçерчĕ пулас» çăмартана, — илтĕнчĕ Нямаç сасси.
— Килнĕ-килнĕ, пăртак сăрланса кайтăра, — аллине сулчĕ Урнашка.
— Мĕн эсĕр йĕркене пĕлмесĕр калаçатăр? — йывăра илнĕ сасăпа каласа хучĕ Кантюк. — Çынни пит ырă.
— Тепĕр чух, атте, вăл килсен, çăмартине алапа мар, чĕреспе парса ярăпăр-ха, шанчăклăрах пулать, — лĕкĕр-тетрĕ Нямаç.
— Ара… шанчăклăрах тетĕн çав… Усăсăр-им? Пĕлмесĕр калаçан!
Урамрисем пÿртелле васкарĕç.
Алимепе Кĕмĕлпи килне кайма хатĕрленнĕ Шерккее пăлтăра çавăтса тухнă. Мĕскĕн Шерккей хăй тĕллĕнех пускаласа пыма тертленет. Ÿсĕршĕн тĕнче тикĕс те, анчах урисем ăна ниепле те итлесшĕн мар, «Урамăрсем такăр… Урамăрсем такăр… »—текех асне илесшĕн пулчĕ вăл Кантюк юррине. Аса илес тенĕ çĕртех сăмахĕсене арпаштарчĕ. Нямаç та Шерккее пулăшма тытăнчĕ.
— Выртмаллаччĕ хамăр патăртах, кайран ăсатнă пулăттăмăр. Ара, — терĕ Кантюк.
— Рехмет, рехмет умран юлнă çăкăр-тăваршăн, ырă хуçа, — куçĕ йăлкăшса пăхать Шерккейĕн. — Нямаç шăллăм… Тухтар патне çитме пулăшаймăн-ши мана?..
— Каясах тетĕн пулсан, пулăшăп-ха ăна. Хамăр патă-мăртах канмалла марччĕ-шим?
— Çук, çук, хисеплĕ çыннăмсем. Ун пекех ятăма ярас марччĕ…
— Э, йăхăр-махăр, тем мар вăл пире, Урнашка! —чĕнсе
илчĕ Нямаç. — Çĕкле-ха Шерккей тетене кăранк-кăранк, эпĕ хыçалтан пăхса пырăп, пахчаранах тухатпăр.
Урнашка Шерккее мекеçленсе çĕклерĕ, картиш тăрăх сыхланса çеç утрĕ.
Картишĕнче кашкăрсем пек пысăк йытăсем сиксе вĕрме тытăнчĕç. Тарçăсем, иккĕн ик енчен, йытăсене хăратса, пĕр пĕчĕк витене хупрĕç. Кантюксен картишĕ аслă: пысăк пÿрт хыçĕнче пĕчĕкрех кивĕ пÿрт, пĕртен-пĕр чÿречине урлă тимĕр янă; унтан — икĕ хутлă, тăват алăклă кĕлет, ун хыçĕнче путекпе пăру хупмалли пÿрт-и, вите-и, унтан платник хатĕрĕсем тытмалли уйрăм, хыçаларах лаша витисем, вутă купаланă аслăк, пер кĕтесре мунча та пур. Картишне урай хăмипе витсе тухнă. Хыçалти пысăк хапхаран тухсан, Шерккейпе пыракансем тепĕр картишне кĕчĕç, кунта сурăхсемпе ĕнесем хупаççĕ пулмалла: темиçе вите. Виççĕмĕш картишĕ малтанхисенчен пĕчĕкрех — чăх-кăвакал картишĕ. Акă вĕсем тинех пахчана тухрĕç. Пахчари парка хăмла шăчă тăрăх явкаланса хăпарать. Хăмла хыçĕнче вĕлле тункатисем; çавăнтан иртсе пынă чух пĕр хурчĕ Шерккее ĕнсинчен çăтăр сăхса илчĕ. Шерккей тинех куçне чарса пăрахрĕ, хăрах аллине вĕçертсе, вĕлле хуртне лапчăтса вĕлерчĕ, вара Урнашка мăйĕнчен малтанхинчен те тĕреклĕрех ытакланчĕ. Çапла Тухтар патне çитиччен Шерккей Урнашкапа пычĕ.
Vıı. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Çинçе уявĕ çу кунĕнчи чи лайăх вăхăтра килет. Çĕршыв пĕтĕмпех ешерее чечекленнĕ чух, пахчара панулми тĕвĕленнĕ кунсенче, вăрманта çырла чечекре чухне чăваш Çинçе тума тытăнать. Утă çулма тухман-ха, хирти ĕç пуçланиччен халăх килте канать.
Çинçе вăхăтĕнче виçĕ кун хушши чăваш çыннине урлă выртана тăрăх çавăрма юрамасть, мĕн юрани те — ирхине кĕтÿ хăваласси, каçхине, кĕтÿ кĕртсе, ĕне сăвасси. Кăмака хутса çăкăр пĕçермелле пулсан, çĕр варринче ĕçлемелле. Кĕпе-йĕм çума, пир çапма, курăк çулма юрамасть. Кам та пулин çак йĕркене пăсать пулсан, айăплине тупса, ăса кĕртеççĕ.
Çанçурăма чир-чĕр ан çулăхтар тесен, çынсен Çинçе çитиччен çичĕ хут шыва кĕрсе тухма ĕлкĕрмелле. Çав йĕрке ачасемшĕн кăна мар, пысăккисене те тивет. Çинçе пуриншĕн те уяв. Çав виçĕ куна ял халăхĕ урамра ирттерет, хĕвел анса тĕттĕм пулсан тин çынсем пÿрте кĕреççĕ; алăк урлă каçайман ваттисемпе сăпка ачисем çеç пÿртре юлма пултараççĕ. Тухма пултаракансенчен вара пĕри-пĕри мĕншĕн те пулин тухмасан, ăна килĕнчен çавăтса тухаççĕ. Ваттисем Çинçене хисеплеме хушаççĕ, хисеплемесен, тырра шăрăх ĕнтет имĕш, ытти кĕтмен инкек-синкек те çулăхма пултарать, теççĕ.
Çамрăксем çак йĕркене питех уяса тăмаççĕ. Вĕсемшĕн пулсан — Çинçе хаваслăрах ирттĕр: ушкăн-ушкăнăн карталанса тăрса, сăвă та каламалла, ут та ямалла, кĕрешнине те курмалла. Кун çутинче савнă тус шырасси те шанчăклă. Тÿррипе каласан, ял çамрăкĕшĕн Çинçерен лайăхрах уяв çук та темелле.
Утламăшра Çинçе уявлама чи малтан ачасем пуçласа яраççĕ. Çинçе умĕн эрнекун вĕсем ирпе ирех урама тухаççĕ те уяв çитнине евитлесе кăшкăраççĕ. Ял тăрăх ян каять вĕсен хаваслă сасси. Кăнтăрла çитеспе пĕтĕм халăх урамра; хăшĕ лапталла вылять, хăшĕ йăкăрла, кусналла, çăмарталла…
Урам варринче пĕчĕк йĕтем пысăкăш карта çырнă; унта икшерĕн-икшерĕн чышăлла выляççĕ. Пĕри чышаври текен патакпа чышшине çĕртен пĕтĕрсе илет те, меллĕн сулăнса, патаккипе çапса ярать; теприн çав чышша алă вĕççĕн ывăтса картана кĕртмелле. Ывăтса кĕртсен, хăй çапакан пулать, кĕртеймесен, малтан çапаканни тепĕр хут çапса ярать. Выляма ăста вĕренсе çитнĕ çын чышшине çапа-çапа таçта çитерме пултарать. Ку вăййа пуринчен ытла ачасемпе çамрăксем юратаççĕ.
Ильяс яланах хăйсене хирĕçле пурăнакан Пикмăрса ачипе, Мĕтрикпе, вылятчĕ. Вăл паян та урама унпа пĕрле тухрĕ, анчах, вăйă картине ыттисем йышăннă та, вĕсен вылясси пулмарĕ. Ильяспа Мĕтрин ыттисем вылянине пĕр хушă пăхса тăнă хыççăн аллинчи пĕчĕк витрисене шыв тултарма чупрĕç.
Урамра халăх пуçтарăннăçемĕн пуçтарăнчĕ, Кăнтăрла пысăккисем тухрĕç. Пурте шап-шурă тумланнă, çара пуçăн, нумайăшĕ витре çĕкленĕ, уяв ирттерме суйласа хунă урам пуçĕ тухасса кĕтеççĕ. Тукасра çавăн пеккине Тăнккăш Селиванне суйланă. Вăл хулпуççи урлă шурă питшăлли уртса янă, аллине тем пысăкăш йывăç витре тытнă, халăх капланнине курсан, урама тухрĕ те, чи малтан кĕçĕн чÿк ирттерсе таврăннă ваттисене алă парса, ушкăнпа хускалчĕ. Унпа пĕрле — Нямаç тата Усалук шăллĕ Эппелюк.
— Хемит?.. Ăçта Хемит? Тухман-и-ха? —пуçакăшне чĕнчĕ Тăнккăш Селиванĕ.
— Епле тухман? Кунта эпĕ, пурсăмăр та кунта.
— Ман пăтарах кил-ха, эс шыва кĕртекенни пулăн.
Клеще ураллă Тьăмай Хемичĕ, урине çăрхалăн çавăрттарса, маларах иртрĕ те Тăнккăшпа Нямаç хушшине тăчĕ.
Кĕрлет, янăрать Тукас. Канăçа пĕлмен ачасем ушкăнăн икĕ енĕпе хĕвĕшсе чупаççĕ. Çынсем, пĕр-пĕринчен маларах иртесшĕн пулнă пек, урам сарлакăшĕпе тапăлтатса пыраççĕ.
Шерккей çумĕнчи тăкăрлăкран пĕр пушă лав тухрĕ. Халăх çывхарнине курсан, лав хуçи енчен енне пăхкаларĕ, хăйĕн шăши тĕслĕ лашине пĕр çурт хĕрринерех пăрса чарчĕ. Лав хуçи хăнтăр тыттарнă çавра сарă çĕлĕкпе, çула тăхăнмалли виçĕ пилĕклĕ касаккинпе.
— Мишер вĕт ку, тупата, ăçтан тупăнчĕ вăл паянхи кун? — илтĕнчĕ Тăнккăш Селиванĕн сасси.
— Çинçе кунĕ Утламăш урамĕнче мишер çÿрет-и?.. Кăлăхсăр пуç, мĕн кирлĕ пулчĕ тата ăна?
— Эп паллатăп ăна, кахăрлăсем вăл, тир тăвакан, — терĕ Хемит.
— Юрамасть паян мишерсене пирĕн урампа иртме! Кирек те тир тăваканни пултăр, пурпĕр юрамасть, — хăлаçланчĕ Нямаç.
Тăнккăш Селиванĕ мишере кăчăк туртса чĕнсе илчĕ. Мишер лавĕ çинчен анчĕ те, аллинчи чăпăрккине пăрахмасăрах, çул хĕрринелле иртрĕ. Унăн хĕрлĕ мăйăхĕ ик еннелле тăпăлса тăрать, — варринче çук, виç-тăват пĕрчĕллĕ сухалĕ хăрăхса пĕтереймен турашăл пек, çил вĕрнĕ май пĕрчĕн-пĕрчĕн вĕлкĕшет. Çавра куçне мăч-мăч хупкаласа уçать, хăйне мĕншĕн чĕннине тавçăраймасăр тĕлĕнсе пăхать.
Нямаç маларах иртсе тăчĕ,
— Эс — мишер-миштĕркен, тĕпсакайне каптăркан, çăм çăпата çыракан, çăмăл çăмах çиекен… Мĕн туса çÿретĕн кунта?
— Нямаç туган, Буадан килĕп.
— Тупнă тăван! Пăваран килетĕп тет… Мĕншĕн пирĕн урампа иртетĕн?
— Паян Çинçе, мишере юрамасть пирĕн урампа иртсе çÿреме, — сăмах хушрĕ Тăнккăш Селиванĕ те.
— Мин эйттĕм интĕ.
— Эттĕм-теттĕм, — тăрăхласа илчĕ Нямаç, — мĕн пăхса тăмалли пур, лÿшкентерĕр ăна пĕрре! —шăвăç витринчи шывне мишер çинелле чашлаттара пачĕ Нямаç. Мишер, пăрăнасшăн пулса, ун-кун пăхкаларĕ, çав вăхăтра ăна Хемитпе Эппелюк та шывпа сапрĕç. Пуçларĕç вара ăна пур енчен те шыва кĕртме. Ниçта кайса кĕме пĕлмен мишер аллинчи чăпăрккипе сулкалашрĕ. Эппелюкпа Хемит ун чăпăрккине туртса илчĕç те, аврине хуçкаласа, пахча еннелле ывăтрĕç. Мишер, хăйне шывпа çапнипе ирĕксĕрех килĕшсе, енчен енне çаврăнса тăчĕ. Хăйĕнчен шыв шăпăртатса юхать,
— Çитĕ! Çитĕ тетĕп!.. — çине-çине кăшкăрчĕ Селиван.
Кулнă, ахăлтатнă сасă çаплах чарăнмарĕ пулин те,
халăх мишере урăх çулăхми пулчĕ.
— Итле, мишер! — патнерех пырса тăчĕ Селиван. — Паян пирĕн чăваш уявĕ, çулталăкне пĕрре килет. Эсĕ хăвăртрах килне кай та хăвăрăннисене кала: Çинçе кунĕсенче мишерĕн кушакĕ те пирĕн ял урамĕпе иртсе çÿренĕ ан пултăр, кĕрĕшнĕ çĕрте çеç, хирте, пулма пултаратăр, йăла çавăн пек… Эпĕр сана лайăхпа ăсататпăр. Ак çак хирелле тухакан тăкăрлăкпа тÿрех тухса кай… Çаврăнса та ан пăх…
Мишер йĕпеннĕ çĕлĕкне хывса пăрчĕ, сухалĕ пеккине шăлкаларĕ. «Бĕлем, бĕлем», — текелесе, лавĕ патнелле утрĕ. Пăртак çапла йăпаннă халăх малалла хускалчĕ.
Шерккей çурчĕ умĕпе иртес чух Ильяс ушкăнран маларах иртрĕ те, ури тупанне çутатса, килнелле чупрĕ. Амăшĕ урамри сак çине тухса ларнă.
— Атте тухмарĕ-им? — пăшăрханнă сасăпа ыйтрĕ Ильяс амăшĕнчен. — Ав килеç, атте мĕншĕн халь те тухман?
— Тем кĕтет тата, каларăм та, хăлхана та чикмест. Кĕрсе кала-ха тата тепĕр хут, хăвăртрах шур кĕпине тăхăнса ятăр. — Сайте, халăх çывхарнине курсан, ура çине тăчĕ.
Ильяс пÿрте чупса кĕрсе кайрĕ — ашшĕ çук, картишне тухрĕ — ашшĕ лупасайĕнче тем каскалать.
— Атте, часрах… Пирĕн тĕле капланса çитрĕç.
Çурт умне халăх çитсе те тăчĕ.
— Шерккей ăçта?..
— Ав, лупасайĕнче…
Селиван, Нямаç, Эппелюк, Алапа Велюшĕ, Иçти тата ыттисем, çил хапхине яри уçса, картишнелле кĕрсе кайрĕç.
— Эс мĕн, кăвак кĕпепех-çке паян?..
— Тăхăнасшăн çеç тăраттăм-ха.
Иçти лупасайне кайса килме те ĕлкĕрнĕ.
— Урапа тĕнĕлĕ тунă вăл.
— Ав епле иккен…
Шерккей çавăнтах Иçтие кăмăлсăр пăхса илчĕ.
— И-и, вара, паян Çинçе тесе, алла уçсах лармалла-им ĕнтĕ? — тÿрре тухма пăхрĕ вăл.
— Атьсем, шыв пулма кирлĕ кунта…
— Ĕретлĕ пул-ха, Селиван, ют çын, ют çын мар вĕт эс!..
— Хамăр çын тенĕрен калатăп та.
Сăмахсем витмеççĕ çакăн пек чух. Селиванĕ ĕретлĕ пулсан та, хускалнă халăха ÿкĕте кĕртме çук. Ак Элентей те кунта çитнĕ иккен, вăл та нимĕн тăваймасть.
Сайте, темле самантра пÿрте кĕрсе, шурă кĕпе илсе тухма ĕлкĕрнĕ. Вăл Шерккей еннелле кĕпе ывăтса кăна ячĕ, хыçалтан пĕри ун упăшкине шывпа чашлаттарчĕ те.
— Ан чăркăшлан, тете! Çинçе шывĕ сивĕ мар. Сиплĕ шыв!
— Ак тепĕр витре!..
Пуçланчĕ вара. Ăçтан кăна шыв ăсса ĕлкĕреççĕ!
Шерккее пуç тÿпинчен те, çурăм тăрăх та, питрен-куç-ран та шăлкам шыва кĕртрĕç, йĕп-йĕпе пулчĕ мĕскĕн Шерккей. Хăй, нимĕн тăвайманскер, енчен енне çаврăнса тăрать, çĕткеленет; пусăри шыв питех ăшă мар пулмалла: çÿçеннĕ май, шăл витĕр ррр-ррр! тутарса илет.
— Ну, çитĕ! — терĕ Нямаç, аллине çĕклесе. — Никама та çынтан катăк хăвармастпăр.
Мĕн тăвăн çав халăхпа. Çакăн пек чухне никампа та урлă пулма юрамасть, ятлаçсан-мăртăхсан ăншăрт çулăхма пултарать, теççĕ.
Çынсем, картишне васкавлăн кĕнĕ пекех, урамалла та хăвăрт тухса кайрĕç. Шерккей йĕпеннĕ çÿçне аллисемпе якаткалать, мăйăхĕпе кĕске сухалне шăлать, Сайте ывăтса панă шур кĕпи те халь йĕп-йĕпе. Шурă кĕпине пăрса та пулин тăхăнмалла ĕнтĕ, кăваккипе юрамасть.
Шерккей картиш варринчех хывăнса тăхăнасшăнччĕ, Сайте ăна пÿртелле кĕме чĕнчĕ.
— Ан кутăнлашса тăр темерĕм-и паçăрах? —терĕ вăл Шерккее.
— Каларăн та… Эс те, эс те пулин ман хута кĕместĕн çак! — çилленерех хушса хучĕ Шерккей. — Чирленĕ темеллеччĕ хуть? йĕм те шуррине пар ĕнтĕ.
— Асту сана, — кулкаларĕ Сайте, — кĕрсе пăхман пулĕччĕç тетне?
— Тинех нимĕн тума та çук, — ирĕксĕртен тенĕ пек килĕшрĕ Шерккей.
Вăл хывăнса тăхăнчĕ, пĕркеленнĕ кĕпине турткаласа якатрĕ, çÿçне турарĕ, «Тулта хăвăртрах типсе çитен», — терĕ. Урăхран вăл лупасайне каймарĕ, урама тухрĕ.
Çакăн пек пуласса Шерккей кĕтмен мар. Елĕкхи çулсенче ăна хăйне те урам пуçĕ тукаланă, вăл хăй те çынна шывпа пайтах лÿшкентернĕ.
Урамрах паян епле лайăх! Мунча кĕрсе тухнă хыççăнхи пек, сывлăш уçă, пĕлĕт сенкер шăрçа пек таса, шăрăх ытла пусмасть, тен, шывпа йĕпеннипе те çапла пуль…
Хирĕçле çурт сулхăнĕнчи пĕрене çине Пикмăрса тухса ларнă. Шеркее курсан, вăл лăх-лăх-лăх кулса илчĕ те ларнă çĕртен тăчĕ. Шерккей лÿпперрĕн пускаласа ун патне пычĕ.
— Чиперех пурнать-и Шерккей хирĕçлĕм?
— Чиперне ан та кала, ан та кала ĕнтĕ, Пикмăрса. Урам кулли пулса тăмарăм-и паян? Шыва кĕртсе кайрĕç-çке, шăпăрлансем, шăпăрлансем.
— Ун пек те пулать çав, хм-хм-хм, — сарлака тутине уçмасăрах кулкаларĕ Пикмăрса. — Епле-ха эс çавна… хм-хм-хм…
— Хам та сисрĕм те маларах ĕлкĕреймерĕм.
— Вăхăчĕ çавăн йышши паян, ху пĕлетĕн. Пирĕн пата та кĕреççĕ-кĕреççĕ тесех тăтăм та, çемьем пĕтĕмпех урама тухнăччĕ, кĕмерĕç. Мăшăрăм салма пĕçерсе антарса кăна лартнăччĕ…
— Яшка пĕçерме те юрамасть-çке?
— Юраманне пĕлетпĕр-ха ăна. Паян ирпе ачи пултăран татса килнĕ те пĕçерчĕç çав. Юр-вар çук, пултăран яшки салмапа славни анать, çăкăр хутне кĕрет…
«Ытла мĕскĕн пурăнать çав Пикмăрса килйышĕ», — тесе шухăшласа илчĕ Шерккей.
Вĕсем пĕрене çине майлашăнса ларчĕç.
— Ну, мĕнле-ха, çĕнĕ пÿртне, çĕнĕ пÿртне чавса пĕтертĕн-и? — ыйтрĕ Шерккей,
Пикмăрса пахчи хыçне тарăн çырма кĕрет. Çырма хĕрринче вăл çулсерен пĕрре çĕрпÿрт чавса тăвать те çу вăхăтĕнче çавăнта пурăнма куçать. Çулсерен чавмасан та пултарĕччĕ — çурхи шыв унăн пĕлтĕр чавса тунă çуртне ватсавăтăрса каять.
— Çу кунĕнче пĕчĕк йывăç пÿртре ĕмĕтсĕр хăнтăласене тăрантса çитереймĕн, уçă сывлăшра пурăнас килет, хĕлле тесен, пур енчен те тăм сĕрсе, йывăç пÿртрех ирĕкленсе пурăнатăп, — терĕ Пикмăрса.
— Хăртлама пымалла пулать пуль эппин çĕнĕ пÿртне?
Апла ыйтнине хирĕç Пикмăрса йывăррăн ахлатса сывларĕ;
— Шерккей хирĕçлĕм, никĕссĕр пÿрте хăртлама йывăр çав ăна.
— Тем мар, — шÿтлĕн хушса хучĕ Шерккей, — çине ешĕлпе витсен çăмăлланать вăл.
— Анраçарăкпа мăян çитет-ха унта, кăçал та вăрман
пек ашкăрнă, алă хумасăрах ешĕлпе витĕннĕ, — сар сухалне шăлкаларĕ Пикмăрса.
Кăнтăрла çитсен, халăх Кĕрекаç лапне тухма тытăнчĕ. Унта акатуй ирттереççĕ. Çамрăксем, яланхи пекех, ыттисенчен маларах хире кайнă: вăйă сасси пĕтĕм таврана илтĕнет.
Шерккейпе Пикмăрса акатуйне пĕрле кайма калаçса татăлчĕç. Шăпах çак вăхăтра анатран Ильяс чупса çитрĕ.
— Атте, — терĕ вăл хашканă сасăпа. — Тимрук тете паян ут яма каясшăн, санран ирĕк ыйтать…
— Тимрук? ăçта вăл халь?
— Хиртеччĕ. Йăлăма лаша тытма та кайрĕ пуль ĕнтĕ.
— Ак тамаша! —кĕтмен хыпара илтсе тĕлĕнчĕ Шерккей, çавăнтах куç харшине пĕрĕнтерсе усрĕ. — Тупата, мĕн кăна шухăшласа кăлармасть пуль тăнăçсăр ачу-пăчу. тăнăçсăр ачу-пăчу.
— Мĕн калаçмалли пур тата, Шерккей хирĕçлĕм, — сăмаха кĕчĕ Пикмăрса та. — Лашу чипер санăн, çилçунат пек, Тимрук та пултарма кирлĕ. Кайса килтĕрех пĕрре.
— Çук, çук! Яхăнне те ямастăп. Тем курса тăрассу пур вĕсемпе, Ача вĕт-ха?
— Тинех ача-пăча теме çук ĕнтĕ вĕсене, Шерккей хирĕçлĕм, хăйсенне хăйсем пĕлмесĕр шухăш тытмаççĕ пуль-ха. Çамрăк çыннăн юн вĕри, ут ярса мала тухаймасан та, ячĕ ял çинче хисепре. Канса килтĕр тетĕп сана эпĕ,
— Пулмасть Тимрукран, ахаль каппайланать, лаша кутне шĕветсе çÿресси пулĕ, çав кăна… Кала; ниçта та ан кайтăр, ан кантăр, — татса хучĕ вăл, Ильяс енне çаврăнса.
— Сан вырăнта эп ăна янă пулăттăм, — çине тăчĕ Пикмăрса. — Лашине илме кайнă. Мĕн туртăшса тăрасси пултăр унта…
— Ну, Ильяс, чупах эппин. Кăштах апатланăпăр та, хамăр та акатуйне пырас тетпĕр-ха.
Ильяс тăкăрлăкпа вĕçтерĕ пачĕ.
Vııı. Кĕрекаçра
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Кунĕ тÿлек, ăшă. Хĕвел çĕр питне ĕнтсе илес пек хĕртет. Сенкер тÿпере пĕр пĕлĕт татăкĕ курăнмасть. Хутранситрен çеç вăштăртатса иртекен çил те сывлăша уçăлтарса çитереймест.
Акатуйне пĕр Утламăшсем кăна мар, кÿршĕри ытти чă60
ваш ялĕсенчен те пуçтарăнаççĕ — Шăхальсем, Куршанкăсем, Хурăнварсем, Пулмантăшсем; кăнтăрла тĕлнелле ярминккене тухнă пек капланса килме тытăнчĕç.
Элюкка старостă Çинçене ыттисенчен маларах кĕтсе илме ĕлкĕрнĕ иккен. Вăл эрех сыпнине пĕрре пăхсах чухлама пулать: хĕрĕнкĕ пуçпа вăл яланхи пек мар—урине чĕркуççи тĕлĕнче ним чухлĕ те хутлатмасăр каçăрăлса утать; утасса, çип çапнă йĕрпе пынă пек, пĕр пăркалан-масăр та тайăлмасăр, куçĕ тĕлне палланă çынсем пулсан та, вĕсене пăхмасăр, чăлт тÿррĕн утать. Хуралнă чĕрнипе сарлака сăмси çунаттине хыçкалать. Сăмахланă чух чĕлхи пĕрмай такăнать, пĕр япала çинченех темиçе хут ыйтать, хăйне мĕн каланине хăлхана та чикмест, çине-çине хиклеткелесе илет.
Ик урапана хире-хирĕç лартнă та, туртисене çÿле çĕк-летсе çыхнă. Туртисем çине шăналăк карнă. Элюкка, хăй Утламăш старости иккенне туйса, çав карнă хÿшĕ патне хуçа пек пычĕ, акатуй ирттерме ял пуххинче уйăрса хунă Чÿмелкке Михалине асăрхарĕ.
— Пĕ-пĕ-пĕтĕмпе илсе тухрăн-и, Чÿ-чÿмелкке?— ыйтрĕ вăл Михаляран.
— Пĕтĕмпе пулмасăр!— илтĕнчĕ лешĕн сасси.
— Çитет-и-ха… хик! хик!.. мĕн пурри?
Михаля пĕр самант аптраса тăчĕ, сăмсине пÿрне вĕççĕн шăнкартса, старостăна тинкеререх пăхрĕ.
— Мĕнле калас сана, Элюкка Петянччă! Вăл пире мĕн кирли тата пулсан та сарăпламĕччĕ… Ак кунта пирĕн, калăпăр, икĕ лав çăмарта пур, икĕ ещĕк супăнь, алла яхăн питшăлли, сĕлкĕсем пайтах, явлăкĕ, сăмса тутăрĕ, икĕ сарлака пиçиххи. Кĕрешсе паттăра тухакана тăла пиншак памалла пуль, ут ярса мала тухакана пасар кĕпипе пиншак та шăлавар пулать, тата ытти çавăн пек шăкăр-макăр пур. Ытларах пулсан юрĕччĕ те, ĕнтĕ нумай пĕтет, сахал çитет. Çитменнине çитерĕпĕр тетпĕр…
— Ĕп…ĕ-ĕп…— какăркаласа илчĕ старостă,— мĕн-и, пĕрле пурăннине мĕн çитет тетпĕр-и?.. Кхе-кхе-кхе!.. Пуçана вĕт эс манăн? Çавăнпа сана çак тупăшлă вырăна кĕртесшĕн пултăм та.
— И-хи-хи!—катăк шăллă çăварне хăлхи таран карса ихĕлтстрĕ Михаля.
— Кхе-кхе-кхе!—хулăнтарах янăратрĕ Элюкка.— Çăмарта миçе лав пуçтарнă?
— Икĕ лав…
— Ха! Пĕрне шăхăртса хăвартăн пулать апла?—тутине вĕçлентерсе тытрĕ старостă.
— Тертленнĕшĕн тÿлемеççĕ-çке мана?—систерсе хучĕ Михаля.
— Итле, пуçана: хик! хик!.. сана та, мана та тÿпипех тухмалла.
— Çавна манас мар тетпĕр çав ĕнтĕ, Элюкка Петянччă.
— Кÿ-кÿр-ха кунта пĕр виç çăмартине, пыр тем кăтăкланать, тасатса ярам.
— Хи, каларăн! Пыр тасатмалли пирĕн, Элюкка Петянччă, урăххи те тупăнать-ха, хупахри. Акă, юри сан ятăпа чиксе тухрăм.— Михаля хăйĕн вăрăм аллине шалпар шăлаварĕн тарăн кĕсйине чиксе ячĕ те пĕр шкалькă эрех туртса кăларчĕ, ăна старостăпа тыттарчĕ.
— Кур-ха, кур-ха! Куштан Чÿмелкке темерĕн… йĕмĕ кĕсъесĕр те мар иккен… Ну, Чÿмелкке-тĕк Чÿмелкке! Ху валли те хăвармарăн пулать эппин?
— Элюкка Петянччă, йытă хăй хÿрине хăçан вараланă пур? Акă, манăн хам валли те кунтах,— тепĕр кĕсйинчен тата шкалькă туртса кăларчĕ Михаля.— Шăлу ыратмасть-и паян?
— Ай, пуçана, мĕн кирлĕ мара асăнтаратăн?.. Ак турта пуçларĕ те хайхискер,— Элюкка аллипе питçăмартине хупларĕ. Çак самантра ун сăнне-питне асăрхаса курас пулсан, сывă çыннăн та шăлĕ шăтарса тухас пек ыратнă пулĕччĕ.— Кунĕпе сурать ĕнтĕ паян. Ай, чăнах! Мĕншĕн асăнтартăн?—йынăшсах ячĕ Элюкка.
— Айăпа кĕтĕм иккен, Элюкка Петянччă, шăл ыратнине асăрхаттартăм. Айăп ан тăвах ĕнтĕ эс мана. Ак халех сыватăпăр.
— Юрĕ, тем мар, тепĕр тесен.
Вĕсем иккĕшĕ те шăналăк айне кĕрсе пытанчĕç. Тул енчен пăхсан, Михалин хуралнă çăм чăлхипе çăпати те старостăн çитмĕл çичĕ пĕрĕмлĕ авалхи атти курăнса тăрать.
Çав уява пула кунти çăрана виçĕм кунах çулса кайрĕç. Акатуйне килекен çынсем хăйсен лавĕсене çырма хĕрринчи йывăç хÿттине хиререх тухса тăран мăкаçей кĕлечĕ патне чарнă. Сăртра та, çĕрĕмре те туллиех халăх. Пухăннă çынсем пурте тенĕ пек шап-шурă тумланнă та, çереме вĕçĕ-хĕррпсĕр шур чечек пуснă пек туйăнать. Сасартăк темиçе енчен Михаляна чĕннĕ сасăсем илтĕнсе кайрĕç:
— Михаля! Михаля!..
— Вăл халь кăна кунтаччĕ…
— Чÿмелккене шыратăр-и? Ак, кунта-çке вăл…
Шăналăк айĕнчен старостăпа Михаля васкамасăр тухаççĕ. Староста лешне хăрах аллипе хулпуççинчен тытнă.
— Ну, пу-пуçана, эпĕ çав тиекпе çемлимере… кĕтсе илме васкам-ха. Кунти йĕрке пнрии ху шухăшла. Хи-хик!..
— Салам-аликĕм, старостă!
— Нямаç мар-и ку?.. Ай, Нямаç, айăп ан ту, сайа паян паллама та çук-çке?
— Ан васкăр-ха, ут ярса таврăнсан, мана паллăр…
Нямаç пĕвне тăп-тăп тытакан чăлт шурă капăр кĕске
пиншакпа, пăвса тăракан тăвăр шăлаварĕ çийĕн вăрăм кунчаллă, шĕвĕр сăмсаллă йăлтăр-ялтăр атă тăхăнса янă, аллисенче шап-шурă перчетке, шăмă евĕрлĕ чĕн саламатпа; саламачĕн тĕпĕнчи ярапине укапа тыттарнă. Çăмарта пек мăнтăр утне Нямаç хăй çавăтнăччĕ. Старостăпа Михаляна курсан, чĕн чĕлпĕр вĕçне вăл хăйпе пĕрлех килнĕ Урнашкана пачĕ те шăналăк патнерех çывхарчĕ. Урнашкапа юнашар кĕреш пек пысăк та патвар çын тăрать. Çынни хĕрхĕлтĕм камсулпа, симĕс тÿпеттейпе, атă вырăнне чечеклĕ пĕлĕç тăхăнса янă. Нямаç, ун çинелле пÿрнипе кăтартса, старостăран;
— Куратăр-и?—тесе ыйтрĕ.
— Курасса ку-куратăп та… Ка-кам пулчĕ-ха вăл?
— Тус, кил кунтарах,— кăчăк туртрĕ Нямаç камсуллă çынна.— Кусем хамăр çынсем, узĕбĕзнĕккĕлер.
— Якшă, дуганăм.
— Э-э, ку хан Касим пулмарĕ пуль-çке?
— Шăпах çавă. Ятне килнĕ. Эп каланипе. Хисеплесе, Вăл килнĕ тесе, питех сăмах сиктерер мар. Шăрттан кĕрешесшĕн пулмĕ.
— Хайхи паттăр иккен. Апла Шăрттан Иметне тинех пĕтерчĕç,— тутине хĕссе кулкаларĕ Михаля.
Вĕрсе хăпартнă пек тулли те хĕрлĕ тутар, ятлă çынсем патне çитсе, ыраш сăвăрмалли кĕреçе пек сарлака аллипе Элюккапа Михаля аллисене чăмăртарĕ. Вăй хурсах чăмăртанă пулсан ĕнтĕ, Михаля ăсран кайнă пек кăшкăрса янă пулĕччĕ. Самай ыратнă аллине Михаля васкавлăн туртса илчĕ те малтан Касиме, унтан Нямаçа пăхрĕ.
— Мĕн-и, куркамăр çук та… Эпĕр кĕленчеренех,— сыпмалли татах та пуррине систерсе, шăналăк айне кĕрсе тухма сĕнчĕ Михаля.
— Э-э, çук çук! Шăршламастăп та,— çийĕнчех кутăн-лашрĕ Нямаç.— Халь мана тумлам та юрамасть. Куратăн пуль ут яма тухнă çынна? Касиме тесен, кăштах кирлĕ пулать.
— Эс, Нямаç, ун пек çĕре ху каякан марччĕ-çке?
— Ха, каларăн! Упире пĕлтĕр кам мала тухрĕ?.. Пăвара та каллех.
— Пăвара… Урнашка тухнă темерĕ-и? Çапла тенĕ пек астăватăп…
— Тăмпай эс! Сÿтĕк, Лаши аттен мар-и?.. Ак, паян курса тăр. Утламăшсем кăна мар, пĕтĕм тавра курĕ!— шанчăклăн каласа хучĕ Нямаç.
Урнашка çавăтнă хура ут пĕртте тĕк тăра пĕлмест. Кĕскетерех кастарнă кăтра çилхи вăрăм та авмака мăйне хăрах енчен витсе анать. Ут çереме канăçсăр кукалет, пуçне паттăррăн уха-уха илет, ытти утсене курсан, куштанланса хартлатать, тулхăрать, мăшăр хăлхине çÿлелле чанк тăратать. Çавра ăмăрĕнче юн тапса тăни палăрать. Урисем çинçерех те тăсмака, хăй йăм-йăм курăнать. Çак чыслă куна кĕтсе, Нямаç хăй лашине ик эрне турта хушшине кĕртмен, ирсерен те каçсерен супăнь шывĕпе çунă, çăмартапа сĕлĕ çинче тытнă, сĕт те хăйма ĕçтернĕ,— чăн та, картинках ĕнтĕ, ним те калаймăн. Ăна чĕлпĕр вĕççĕн тытса тăракан чармак куçлă Урнашка çакăн пек чипер ут умĕнче этем ятне ярса тăран катемпи пек.
— Шăмăттăрсем,— терĕ Нямаç, Михаля енне çаврăнса,— мĕнле парне хатĕрлерĕр мана валли?
Ушкăнĕпех шăналăк анне кĕчĕç. Пĕр кĕтесре туллиех япала купаласа хунă.
— Сан валли ак çак пиншакпа шăлавар та кĕпе.
— Сахал! Мĕн эсĕр, чăнах, чи мала тухнăшăн çакăнпах çырлахтарасшăн-и? Пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанне çити чаплă тумлантармалла!
— Хуш, эппин, тата пĕр мăшăр атă,— терĕ Михаляна старостă, хăрпахсăр куçне мăч-мăч хупкаласа,
— Хатĕрлеймерĕмĕр çав…— тÿрре тухма пăхрĕ Михаля.
— Ман лавккара пур,— терĕ Нямаç.— Мĕншĕн туянса килмерĕр?
— Калуш парăпăр эппин. ытах…
— Калуш? Тĕлĕнтеретĕр! Пар-ха кунта калушна, çам-кунтан çутатса ярам пĕрре! Калаçса тăрать-ха тата! Атă тенĕ сана! Тĕрленĕ кĕпе тата, тăмпай!.. Илсе килĕр те пĕтĕм парнене пĕрле тирпейлĕн çыхса сĕтел çине хурăр. Хама тивĕçлĕ япалана кунта курăк çинче ан вырттарăр… Селевер, чуп атте патне! Наччасра чупса кайса кил,— хушрĕ Нямаç çавăнтах явăнса çÿрекен пĕр ачана.— Итле, Селевер, аттине аялти çÿлĕкрен илсе патăр, тĕпĕ шит çурăллине. Ут яракан валли тесен, ман атте çур çĕр автанĕ авăтнă хыççăн та лавкка уçса кĕме хатĕр.
Михаля çавăнтах ачана укçа шутласа пачĕ. Ăна: «Асту, çухатса ан хăвар»,— тесе систерчĕ те, лешĕ çил пек тухса вĕçрĕ.
— Парне параканни кам пулать?— татах ыйтрĕ Нямаç.
— Пĕлместпĕр-ха.
— Нямма, эс çавна халь те пĕлместĕн! Шерккей хĕрне хушăр, ун аллинчен парне йышăнма кăмăллă.
— Селимене-и? Чăнах, юрать те пуль вăл! Тавтапуç асăнтарнăшăн,— хĕпĕртесе килĕшрĕ Михаля.
— Юрать мар, çавнах хушăр. Кĕрешсе паттăра тухакана парне параканĕ Усалук Мерченĕ пултăр, Арихве пулсан та юрать… Итле, Чÿмелкке, сан çамрăкусем лайăхрах чыслама тăрăшчăр, чăн-чăн чăвашла, пĕлетĕн-и йĕркине?
— Астăваканччĕ.
Нямаç тутара кăмăлтан кулкаласа пăхрĕ. Тутарĕ те, чăвашла чиперех анланаканскер, ăна хирĕç пăхса, тав тунă пек пуçне уха-уха илчĕ.
Ix. Ятлă çынсем
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Михаляпа пулăшакансем уяв шăччи тăратнă. Шăчă тăрринче шурă явлăкран тунă элем вĕлкĕшет. Аялта, йĕритавра, икшер вĕрлĕкпе лутра карта тытса, сурпан вĕçĕсем, питшăллисемпе сĕлкĕсем карнă, чечеклĕ чаршавсемпе катанпир тăрăхĕсем çака-çака тухнă. Çавсем пурте — çак акатуйĕнче мĕнпе те пулин чапа тухнă çынсене памалли парнесем.
Карта аяккинчи ирĕк вырăна ял çамрăкĕсем пуçтарăннă. Малтанласа хĕрсем çеç пĕр-пĕринпе пÿрне вĕççĕн сăпайлăн тытăнса карталаннăччĕ, сăвă каласа васкамасăр çаврăнат-чĕç. Ушкăн пысăкланнăçемĕн пысăкланчĕ, часах каччăсен хăватлă сассисем те илтĕнме тытăнчĕç.
Мĕн авалтанпах чăваш çамрăкĕ вăйя юратать, çурхи ĕçсем пĕтсен, пушаннă вăхăт килет, ытти тем васкатаканни пуçланман-ха, каçсем-çĕрсем ăшă тăраççĕ. Хĕрсемпе каччăсем касси-урамĕпе карталанса ялти чи илемлĕ вырăна пухăнаççĕ те, вĕсен мухтавлă сăвви-юрри, ташши-такмакĕ мĕн çур çĕр иртиччен ян каять. Эрнекунсенче е уявсенче вĕсем кăнтăрла çитеспех уя тухаççĕ, сăвă-такмак янăратса, унтах яра куна кунлаççĕ.
Акă çамрăксен пĕр кăшăлĕ пĕр еннелле çаврăнать, тепри ăна хирĕç, виççĕмĕшĕ каллех пĕрремĕш пек çаврăнса иртет те, ушкăн вара юхан шыв хумĕ çинче хĕвел ташланăн туйăнать. Хĕрсем ярăнарах утса пынă чух кăкăрĕсем умне йĕр хăварми çакса тултарнă мăййисемпе шĕлкемисем хул урлă янă тăватшар ретлĕ теветсем çинчи кĕмĕлсем куç чарăлса каймалла ялкăшаççĕ. Хĕрсем, хăйсене çав тенкĕсемпе капăрлатасшăн пулса, çăвăн-хĕлĕн канăçа пĕлмесĕр кĕрĕшсе, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ. Çавсене çакса тухсан, вĕсем ытармалла мар хитре сăнарлă курăнаççĕ. Вăрăм çÿçеллĕ пурçăн явлăкĕсене хĕрле çавăрса çыхаççĕ, хулăн çÿç тунисен вĕçне хаклă йышши çеçтенкĕсемпе эрешлентереççĕ. Туллиех çакса тултарнă кĕмĕл шăнкăр-татнине илтсен, суккăр çын та çаврăнса пăхмасăр чăтаймасть.
Çапла пăртак сăвă каласан, ушкăн пĕр вăхăта чарăнса тăрать. Таçтан пĕр йĕкĕт пушă ещĕк йăтса килсе сăвă карти варрине лартать, çамрăксем Етиккан вăйăçăпа Паççие чĕнсе илеççĕ те вĕсене кăшăл варрине вырнаçтараççĕ, — каччăсем ташша илтерĕ те пуçлаççĕ. Етиккан килте тунă сĕрме купăсĕпе ура тапса шăрантарать. Тăраткаланса кайнă тĕксĕм сарă çÿçĕ сарлака çамки çине пайăркан-пайăркан аннă та урипе тапмассерен сиккелесе илет, Етикканпа юнашар Паççи шăхлич калать. Паççи, йĕкĕт çулне кăçал кăна кĕнĕскер, кĕвĕ май хулпуççине шуххăн сиктеркелет, шăхличĕ каланă май йăнкăл-янкăл авăнкалать. Ташлакансем вара ăçтан кăна хăват çитереççĕ пуль: акăш пек саркаланаççĕ, çавраçил пек çаврăнаççĕ, çăрхаланса ура хуçаççĕ. Хистеме те кирлĕ мар вĕсене: кам хăйĕн ăсталăхне кăтартас тет, çавă кăшăл хĕррине тухса тăрать те хăйне ташлама черет çитессе кĕтет, черет çитсенех кăшăл варрине вирхĕнсе тухать. Пĕр Етикканпа Паççие çеç улăштаракансем курăнсах каймаççĕ. Мĕскĕн вăйăçăсем чăм шыва ÿкнĕ, кĕпи аçлăкĕсене пăрса тăкас пек тар витнĕ, çапах вĕсем чарăнма шутламаççĕ-ха. Етикканăн ура тапса тăнă çĕрте икĕ ура пакăлчак таранах вырнаçмалăх çерем алтăннă. Ташлакансене пăхса тăракан йыш та ÿснĕçем ÿсет, пысăккисем кăна мар, пĕчĕккисем те, темле майпа хĕсĕнкелесе, кăшăл варринелле кĕреççĕ.
Пĕр лутрарах кăна çавра пит-куçлă чипер каччă, аллинчи симĕс çÿçеллĕ тутăрне маттуррăн вĕлкĕштерсе, ушкăнтан уйрăлчĕ те кăшăл варринелле ярăнса кĕчĕ.
— Тяпук пуçларĕ, Тяпук… — пăшăлтатрĕç ушкăнтисем.
Тяпук текенни сасартăк аллисене вылятма тытăнчĕ, çăпати кĕлине аллисемпе енчен енне çупкаласа, хăвăртхăвăрт тăпăртата пуçларĕ, унтан çăра çÿçне лăст усрĕ те лăст хăпартрĕ, кукленерех ларса, хăрах ури вĕççĕн кăлтăрмачă пек çаврăнма тытăнчĕ, вара, вĕçсе хăпарнă пек,
çÿле сикрĕ, чарăнчĕ, тапса илчĕ — ташланă май такмаклама тытăнчĕ:
Ташлăп тейĕп, тантăшсем,
Юрлăп тейĕп, юлташсем.
Çиччĕ çипне вуннă тирсе
Пĕтĕрттерĕп хĕрсене.
Савни сарри арчара,
Вак-тĕвекĕ çÿпçере.
Тух-ха, инке, ташлама,
Кăтартам-ха кукшама…
— Яра пар, Тяпук! Яра пар!.. — тĕрлĕ енчен илтĕнчĕç хĕтĕртнĕ сасăсем.
Çав хушăра пĕр ирĕк вырăнта тĕкме шалчи ларта-ларта тухнă та вĕсенчен хĕрлĕ хăю тыттарса карнă. Кĕрешекенсемпе кĕрешнине курас текенсем çавăн тавра йышлăн пуçтарăна пуçларĕç. Кĕрешнине пăхса тăракан тÿресем, пĕрпĕринпе ылмашăнса, карта варрине икшерĕн-икшерĕн кĕреççĕ. Тÿресене ыттисенчен часах уйăрма пулать, вĕсем пилĕкĕсене хĕрлĕ пиçиххи çыхса янă, пуçĕ тавра йĕтĕн çиппипе тĕртсе тунă шурă сĕлкĕ чалăмласа сырнă.
Халăх кунта хутшăнсах пырать. Акă ташлакансемпе сăвă калакансем те çакăнта килсе капланчĕç. Кĕрешес текенсем карта варрине пĕрерĕн-пĕрерĕн кĕре пуçларĕç.
Кĕрешекенсем нимĕнле меле те тиркемеççĕ. Вĕсен ура хума та çапăçса кайма çеç юрамасть. Пĕр-пĕринпе урлă пулма тытăнсан, тÿре çавна çийĕнчех ушкăнран тухма хушать. Кĕрешсе çĕнтерекене малтанласа пĕрер-икшер çăмарта та пит супăнĕ параççĕ. Пĕри-пĕри вĕçе-вĕçĕн кĕрешсе виçĕ çынна çĕнтерсен, ун çине тĕрленĕ тутăр çакса яраççĕ. Паттăрăн çакăн хыççăн пĕр авăк канса илме юрать. Тата ытларах çĕнтерекенсене питшăлли, пир тăрăхĕ параççĕ. Ун пек паттăр çакса тултарать вара илнĕ парнисене хăй çине — ăна хисеп те чыс кунта. Вăл çÿрессе те пĕччен çÿремест, çывăх юлташĕсемпе çÿрет, ыттисем мĕнле кĕрешнине сăнать.
Кашни ялăн хăйĕн паттăрĕ пур. Çав паттăрсем малтанах «шăкăр-макăрсемпе» кĕрешсе вăй чакармаççĕ, каярах юлса кĕрешеççĕ. Утламăш паттăрĕ хальччен Шăрттан Имечĕччĕ-ха. Вăл мĕн салтакран таврăннăранпа — кăçалхипе улттăмĕш çул — кĕрешет. Шăрттан Иметне утламăшсем кăна мар, ытти ял çыннисем те паллаççĕ. Кĕрешес мелне-халне салтакра чухне вĕренсе çитнĕ теççĕ ăна. Имет кĕрешнине курасси пăхса тăракансемшĕн тĕмĕпе тăрать, Шерккейпе Пикмăрса, сăмахран, çакăнта килмен те пулĕччĕç, çав Шăрттан Имечĕ кĕрешнине курас тесех килчĕç—
килчĕç те малта вырăн йышăнма ĕлкĕрчĕç. Шерккейпе кутăнла пахчаллă пурăнакан уксах Алапа Велюшĕ те килнĕ иккен. Вăл урах тата, сыпман пек курăнать. Унпа, пĕр калаçма тытăнсан, сăмах вĕçне тухма çук. Шерккей ăна курăнасшăн мар.
Ял пуянĕсемпе ытти паллă çынсем каярахпа çитрĕç. Кантюк пĕç тĕп таран шурă кăçатă тăхăннă. Унпа пĕрле Усалук, Эппелюк, Савантей, Ильтиер — пурте пĕрле калаçса татăлнă тейĕн — пĕр вăхăтра килчĕç те Чÿмелкке Михали патне чарăнчĕç. Михаля икĕ пушă ещĕк тупрĕ, ещĕксем çине хăма сартарчĕ, ялти хисеплĕ çынсем валли сак пулса та тăчĕ.
Шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Малти тăрантас çине тиек ларнă, кайри çинче — хамăр паллакан çемлемир. Паллă çынсене, пуянсем патнелле ирттерсе, сак çине ларма вырăн турĕç. Саккине вара, кĕрешекенсене курма лайăх пултăр тесе, карта хĕрринех вырнаçтарчĕç. Сак варринче тиекпе çемлемир лараççĕ, вĕсен аяккинче — Кантюкпа Элюкка, Усалук.
Акă кĕрешме паттăрсем те туха пуçларĕç. Хурăнвар паттăрĕ пĕр канмасăр кĕрешрĕ, вăл вĕçе-вĕçĕн пиллĕкĕшне çавăрса çапрĕ. Ăна хирĕç Утламăшри вырăс тимĕрçĕн ывăлĕ Капкăн Мишши тухрĕ те Хурăнвар паттăрне пит меллĕн çĕнтерчĕ.
Мишша хальччен кĕрешнине утламăшсеи питех пĕлсе каймастчĕç-ха. Паллă паттăра çапнăшăн хĕпĕртесе, ăна малтанах явлăк пачĕç. Мишша, хăйне хиреç тата кам та пулин тухасса кĕтсе, çăмăллăн уткаласа çÿрерĕ. Вăрах кĕтмелле пулмарĕ: Хурăнвартанах тепĕр паттăр тухрĕ.
Мишша ун патнелле васкамасăр утса пычĕ. Лешĕ хутлатнă алшăллипе кĕрешет. Мишша та хăйĕн сарлака пиçиххине салтса тытрĕ. Акă пĕр-пĕринпе тытăçрĕç. Хурăнвар чăвашĕ чăркăшланма пăхать, хăй те çĕклесе пăрахма хăтланать, анчах Мишша тымартан вĕçерĕнмен юман пек тĕреклĕ тăрать. Урисене васкамасăр куçаркаласа пынă хушăра Мишша сасартăк хăйпе кĕрешекенĕн айнерех кĕчĕ те, лешĕ сиссе юличчен, ăна хăй урлă йăнкăлт ывăтса ячĕ. Хурăнвар чăвашĕ пĕтĕрĕнсе ÿкрĕ. Хĕпĕртенĕ халăх пĕр хушă хаваслăн шавласа илчĕ. Хурăнвар чăвашне тÿресем ура çине тăма пулăшрĕç. Мишша, лешĕ тата кĕрешесшĕн мар-и тенĕ пек, ун çине кăмăллăн пăхкаларĕ, Хурăнвар чăвашĕ пуçне сулкаларĕ, ушкăн хушшине васкавлăн кĕрсе куçран çухалчĕ.
Шăхаль паттăрĕ Çтаппан тухрĕ. Вăл пысăк, сарлака, аллисем вăрăм та хулăн. Мишшана ăна танлаштарсан, тимĕрçе ачи ун çумĕнче пĕчек те çинçешке пек курăнать. Хальччен пайтах çĕрте кĕрешсе паттăра тухнă çынна ушкăн варрине кĕме иртерехчĕ-ха. Анчах Шăхаль паттăрĕ вăтанмарĕ. Çавна пула пăхса тăракансем хыттăнах мăкăртатма тытăнчĕç.
— Çтаппана халех юрамасть! —кăшкăрса ячĕ пĕр сасă.
— Юрамасть! Тĕрĕс мар!.. — илтĕнĕ пуçларĕ тĕрлĕ енчен.
Тÿресем Мишша патне пырса тем пăшăлтатрĕç. Мишша вара Çтаппан патне пычĕ, паттăрăн аллине чăмăртарĕ.
Шăхаль паттăрĕн пит-куçĕ хĕп-хĕрлĕ, çÿçне шакла кастарнă, хĕрлĕ ĕнси çинче пÿрне хулăнăш хутламсем. Кĕрешме иккĕшĕ те вирлĕн тытăçрĕç.
Йышлă халăх, вăхăтлăха сывлама чарăннă пек пулса, çаксем иккĕшĕ кĕрешнине тимсĕлсе пăхать. Икĕ ача, çын хушшипе хĕсĕнкелесе, малти рете тухрĕ. Иккĕшĕ те çынсен хÿттинче курăк çине ларчĕç: вĕсенчен пĕри — Ильяс, тепри Володя ятлă, Володя тăрăхларах пит-куçлă, шурăрах сăнарлă, Ильясран пĕр-икĕ çул аслăрах курăнать. Ильяс вăл вырăс тимĕрçĕ ачи иккенне лайăх пĕлет.
— Сан тетÿ-и çав кĕрешекении? — хăй сисмесĕрех хăюланса ыйтрĕ вăл Володьăран.
— М-м-манăн брат, — тытăнарах каласа хучĕ Володя; чăвашла чиперех калаçма вĕреннĕ пулин те, сăмахсене вăл хăшне-пĕрне тытăнарах калать.
— Эс хăрамастăн-и? —каллех ыйтрĕ Ильяс.
— Мĕнрен?
— Тетÿшĕн. Çтаппан —Шăхаль паттăрĕ-çке.
— К-кĕрешчĕр. Мишша çĕнтерет, — иккĕленмесĕр каласа хучĕ Володя, кăмăллăн кулкаласа.
Икĕ ача калаçнине ыттисем илтрĕç, çаксене пăхкаларĕç. Аслăрах ачи çапла пит шанчăклăн каласа хуни мухтаннă майлăрах илтĕнчĕ.
Пин-пин куç чăтаймасăр тинкерет кĕрешекенсене. Халăх, пĕриншĕн таса чĕререн хута кĕрсе, теприн çине тарăхнă шухăшпа пăхать — кĕрешекенсем, мĕн тесен те, пĕр пекреххисем пулмалла тесе йышăнать вăл.
Утламăшсем Мишшана çывăх кураççĕ. Мишшана çакăн пек çĕре çыхăнмасан та юрĕччĕ теççĕ. Е, ытахальтен, аллиурине амантсан, мĕн тутăр вара вăл? Мĕн тăвайтăр алăсăр тимĕрçĕ? Çунатсăр кайăк пек тăрса юлать, пĕр ашшĕ кăна тимĕрçĕре ăçтан пĕтĕм ял ĕçне туса ĕлкĕртĕр? Юрамастчĕ Мишшана кĕрешме.
Çтаппан Мишшана çатăрласа илчĕ. Кĕттерсе чăрманасшăн мар вăл, ĕçне хăвăртрах туса пĕтересшĕн: унăн кунта паттăрсемпе пайтах кĕрешмелле пулать-ха. Мишшана вăл алшăллипе çурăмран яваклантарса пĕкĕ пек авса кĕртет, каччă çапах та шуса тухса хăтăлать. Унтан иккĕшĕ пĕрне-пĕри сыхласа тепĕр кана çаврăнаççĕ. Çтаппан чееленме пăхать: ытла тÿрĕленмест те, лешĕ те ÿпĕитересшĕн мар. Мишша хăйне ямпашла çавăрса çапасран сыхланать. Çтаппан хăш чух аллипе те питех тĕреклĕ тытман пек, Мишша вĕçерĕнсе тухиччен çеç унăн ал туни шăнăрланса тăрать. Анчах Мишша та ăна сисмест мар: чеепе чее пулни вырăнлă.
Акă Çтаппан Мишшана çĕртен тепле майпа çĕклесе илет, унтан хăяккăн чакса-чакса пырать те, ахлатса, çĕрелле пăрахать — Мишша ураран ÿкмест! Вăрăм çÿçне вăл пÿрнисемпе якатса илет, тарне шăлать, кулкаласа, каллех Çтаппан патне пырать, каллех тытăçаççĕ.
Ĕнтĕ вĕсем иккĕшĕ те пашкаççĕ, хальхинче кĕрешеççĕ те малтанхи пек майĕпен мар, таçта кайма васканă пек кĕрешеççĕ, Çтаппан тепĕр хут та Мишшана çĕклесшĕн тĕрмĕшет — тимĕрçĕ ачи парăнмасть, шăпах çĕклесе илес тенĕ чух пулă пек йăпăштатса тухать. Унтан темле вăхăтра, пĕр кĕске самантра çеç, Мишша хыçалалла авăнать. Çтаппан ăна халь-халь лапчăтса пăрахассăн хĕсет. Сасартăк Мишша ăна хăй çинелле туртса илет те, Çтаппан тинех ун урлă пуçхĕрлĕн сирпĕнсе ÿкет — Мишша ура çинче! Пăхса тăракансем савăнăçлăн кăшкăрса яраççĕ. Пур енче те: Мишша!.. Мишша!.. тени хаваслăн янăрать.
— Маттур, Мишша!.. — илтĕнет ушкăн хĕррине тухнă Шăрттан Имечĕн уçă сасси.
— Ну, к-каларăм сана! —тет Володя та, Ильяса куçран пăхса.
— Куртăм, куртăм, ай, паттăр та кĕрешет вара!
Çĕртен сиксе тăнă Çтаппан, хулпуççине хăюсăр çĕклеткелесе, каллех Мишша патне пырать, «тĕрĕс мар кĕрешрĕмĕр, кăтăш пулчĕ» тенĕ майлă пуçне сулкалать вăл. Мишша ăна хирĕç аллине тăсать. Шăхаль паттăрĕ ун аллине тытасшăн мар, кутăнлашать, каярахпа тин чăмăртать те, çавăнтах ункă варринчен пăрăнса, халăх хушшине кĕрсе каять. Мишша ĕнси çине пир тăрăхĕ уртса яраççĕ. Çакăн хыççăн унăн кăштах канса илсен те юрать.
Акă ĕнтĕ паттăрсем çеç кĕрешмелли вăхăт та çитрĕ. Михаля ункă варрине тухса тăчĕ те паттăра мĕнле парнесем парасса евитлерĕ. Паттăра памалли япаласене вăл чĕнтĕрлĕ çитĕпе витнĕ сĕтел çине çĕклесе хучĕ.
Ункă варрине Кахăрлă мишерĕпе Шамккай ирçи тухрĕç. Вĕсем иккĕшĕ те патвар, сарлака, вăйлă. Кĕрешеççĕ вăрахчен кĕрешмерĕç. Кĕрешÿ мелне ăста пĕлсе çитнĕ мишер Шамккай ирçине часах çĕнтерчĕ. Çакăн хыççăн вăл тата икĕ çынна çавăрса çапрĕ те юлташĕсем хушшине кĕрсе тăчĕ. Ытти паттăрсем кĕрешме тытăнчĕç.
Черет Мишшана çитрĕ. Ăна хирĕç кĕрешме шăпах хайхи Кахăрлă мишерĕ тухрĕ. Кĕрешÿ вĕсен хушшинче пит хивре пычĕ. Мишша мишере темиçе хут та çĕкле-çĕкле илчĕ, анчах çĕре пăрахаймарĕ. Кĕрешме кăçал кăна тытăннăскерĕн, Мишшан мелĕ те çитмест-ха, мишер, çакна пĕлсе, чееленме пăхрĕ, Мишша ăна çĕклесе илсенех вăл пĕтĕм йывăрăшĕпе тимĕрçĕ ачи çинелле выртрĕ. Мишша парăнасшăн пулчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ — мишер ăна хăйĕн пĕвĕпе хупăрласа та выртрĕ. Пăхса тăракансем пуçĕсене сулкаласа илчĕç.
Мишер хăй çĕнтернĕ ятпа, сылтăм аллине çÿле çĕклесе, ункă тавра çаврăнчĕ. Вăл, хăйне хирĕç тухакан çуккине пула, паттăра юлтăм тесе те хавасланма тытăнчĕ.
— Ну, тата кам тухать? —илтĕнчĕ тÿре сасси.
Кĕрешме тухакансем чăнласах та пулмарĕç.
— Имет тете, сире черет çитрĕ пулмалла! —илтĕнчĕ тÿре сасси.
— Тухас текенсем пайтах пуль-ха унта, мана кĕтеççĕ-им? —ыйтрĕ Имет.
— Чĕнетпĕр те тухмарĕç, — терĕ тÿре.
— Чĕнетĕр пулсан, тухăпăр, — каллех илтĕнчĕ Иметĕн янравлă сасси.
Вăл халăх хушшипе иртнĕ чух çынсем: «Çул парăр! Çул парăр! »—тесе тăчĕç. Имет мăнаçлăн утса ункă варрине кĕчĕ. Пăхса тăракансем пурте: «Имет тухрĕ! Имет тухрĕ! »— тесе пăшăлтатрĕç.
Имет пысăк та илемлĕ çын. Хулăн тесен, ытла хулăнах та мар вăл, анчах пăхма тĕреклĕ. Анлă кăкăрĕ унăн малалла хăпарса тăрать. Алли шăши вĕрсе тултарнă пÿске пек. Çÿрессе кирек хăçан та каçăрăларах çÿрет, утасса та ярăнса, чеченнĕн яра-яра пусса утать. Паян вăл шурă пир кĕпепе, симĕс ярапаллă шурă пиçиххипе, çÿхе чăлхи çийĕн çиччĕ çăпати сырса янă, катанпир шăлавăрне чăлхи çийĕн кăларнă. Имет кирек хăçан та салтак карттусне тăхăнаканччĕ, паян çара пуçăнах, кеске кастарнă çÿçĕ пĕрчĕнпĕрчĕн вăхăтсăрах шурала пуçланă. Сарă вăрăм мăйăхне икĕ еннелле вĕçкĕннĕн пĕтĕрсе çÿлелле çĕклетнĕ. Кахăрлă мишерне пăхнă ман, хăмăр куçлăскер, йăл кулать.
Иртнĕ çулсенче акатуй çитеспе Имет эрне хушши килте канаканччĕ. Кăçал унăн канма та вăхăчĕ пулмарĕ, тав71
рари ялсенче хăма çурса çÿрерĕ. Унтан таврăнчĕ те паян акатуйне тухма ĕлкĕрчĕ.
Утламăш халăхĕ хăйĕн çынни кăçал та паттăра тухасса чунтан кĕтнине Имет пит аван туять. Енчен вăл паян хăйне хирĕç кĕрешме тухакансене çĕнтереймесен, унăн хăй ятне яни кăна мар, пĕтĕм Утламăша намăса хăварни пулать. Çук, мĕнле пулсан та çĕнтермелле. Çак ĕмĕтпе ярса илчĕ те вăл Кахăрлă мишерне.
Вĕсем иккĕшĕ те васкамаççĕ. Ункă хĕррипе майĕпен ута-ута, хушăран пĕрне-пĕри çĕклеме хăтланаççĕ, мĕнле майпа кĕрешсе, мĕнле ăнтарасса чухлама тăрăшаççĕ. Акă ăна мишер çĕклесшĕн тăрмашать. Имет çавна шăпах вăхăтра сиссе илет, çăмăллăнах парăнса çĕкленет вăл. Мишер, ăна çĕнтерес тесе, çĕрелле пăрахма пăхать — Имет ура çинчех!
— Имет! Имет тете!..
— Имет! —тĕрлĕ енчен илтĕнеççĕ ырă сунса çĕклентерекен сасăсем.
Кĕрешекенсем каллех тытăçаççĕ. Тытăçнă маях Имет мишере хăй пуçĕ урлă ывăтса ярать те ун çине хăпарса выртать. Мишер, тем пек тăма хăтлансан та, çĕкленеймест. Халăх савăнăçлăн кĕрлесе шавлать. Тÿресем, иккĕн икĕ енчен пырса, Имете çĕклесе илеççĕ. Имет мишере выртнă çĕртен тăма пулăшать. Хăйсем пашкаса сывлаççĕ. Мишер, ура çине тăрсан, Имете пăхать те пуçне сулкаласа кулать. Хăйне çĕннипе ытлах хавасланмасть пулин те, Имете вăл алă тăсса парать, Имет унăн сарлака аллине хыттăн чăмăртать.
Утламăш паттăрне хирĕç тепĕр кĕрешекен тухать. Тÿресем ăна Улхаш паттăрĕ тесе пĕлтереççĕ. Улхаш çынни юри каярах юлса тухнă иккен, вăл паттăрпа кăна кĕрешесшĕн пулнă. Анчах кĕте-кĕте ытла кая юлни çийĕнчех палăрчĕ: Имет пит илемлĕн çавăрса çапрĕ. Тÿресем ăна, тăратса, халăх хушшине кĕртсе ячĕç.
Тата икĕ паттăр тухрĕ, Имет вĕсене те çĕнтерчĕ. Кĕре-шекенсемпе самай хăшкăлчĕ. Ункă варрине пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Акă халь вăл урисене сарарах пуснă, вăхăт-вăхăт мăйăхне тÿрлеткелесе илет.
— Тата кам тухать? — илтĕнчĕ тÿре сасси.
Сас-чÿ пулмарĕ.
— Тухакансем урăх çук пулас?!
Тÿресем кăшăл хĕррипе васкамасăр çаврăнаççĕ. Çук, Имете хирĕç тухма питех килĕшсе каймаççĕ çав.
Тÿресем тăваттăшĕ те пĕр-пĕринпе канашлама тытăнчĕç. Вĕсем Шăрттан Имечĕ кăçал та паттăра юлчĕ тесе
калаçса татăлчĕç. Ĕнтĕ çавăн çинчен евитлесси кăна юлнăччĕ, сасартăк Кантюк сасси илтĕнсе кайрĕ.
— Кĕрешекенни кунта тата пур иккен-ха… Ара! Илтетре, тÿресем?..
Малти ретре кукленсе ларнă çынсем Кантюк еннелле чăрр пăхса илчĕç: çак хисеплĕ ватă папай хăех тухмасть-ши Имете хирĕç кĕрешме? Тепри каланă пулсан, ку сăмаха вырăна та хумалла марччĕ, ватă пулсан та шÿтлет тейĕччĕç, анчах ку Кантюк-çке?..
Çак вăхăтра Кантюк хыçĕнчен пĕр палламан çын тухни курăнчĕ. Вăл çын — çÿллĕ те таса, вăтăр пилĕк çулсене çитнĕ, капăр тумланнă тутар. Пуçне укапа та шăрçапа эрешлентерсе пĕтернĕ симĕсрех тÿпеттей тăхăннă. Ункă варрине тухсан, йĕри-тавра мăнаçлăн пăхса илчĕ, пуçне сулкаларĕ, çийĕнчи хĕрхĕлтĕм камсулне хывса, Кантюк тĕлне ывăтрĕ. Урисем хăйĕн кĕреш пек.
— Эс… кĕрешетне? — палламан çынран, тĕлĕннĕ пек пăхса, ыйтрĕ тÿресенчен пĕри.
Тухнă çын сăмах тавăрса каламарĕ, тÿре мĕн каланине илтмен пек пулса, аллисене темле шур тăм тусанĕпе шăлкаларĕ.
— Кĕрешет! Кĕрешет!.. — илтĕнчĕ çав вăхăтра ункă варрине çитсе тăма ĕлкĕрнĕ Чÿмелкке Михалин сасси. — Ту-тар-çке вăл, эсĕр унпа тутарла калаçăр!
— Мĕнлескер эс?.. Кам пулатăн? Пирĕн пĕлесчĕ-çке? — ыйтрĕç тÿресем.
— Ку çын Касим ятлă, — пĕлтерчĕ Михаля.
Таврара çын та çук тейĕн — пурте шăпланчĕç. Кунта мĕн пуласса халăх пăшăрханса кĕтет. Катари лашасем те пулин курăк çыртса аппаланмарĕç.
— Имете хирĕç Касим кĕрешет! — хыттăн евитлерĕ тÿре.
Касим çав вăхăтра Имет умне çитсе чарăнчĕ. Аллинчи алшăллине татăлмĕ-ши тенĕ майлăрах турткаласа пăхрĕ. Имет, ăна сума суса, алă тăсрĕ. Лешĕ алă пама килĕшмерĕ,
— Юрĕ эппин. Пире каплапа та юрать, тиркешмĕпĕр, — каласа хучĕ Имет майĕпенреххĕн, — Кĕрешиччен малтан хăш ял çынни иккенне ыйтса пĕлем… Хăш енчисем эс?
— Казантан.
— Ха! Хусантан иккен, Касим ятлă тет… Хусансемпе халиччен кĕрешсе курманччĕ-ха… — шÿтле май каласа хучĕ Имет. — Чим-ха, тÿресем, эпĕ тăватă çынна çĕнтернĕ, манăн кăшт кăна сывлăш çавăрмалăх канма тивĕçĕм пур…
— Мĕн канса тăрасси тата? —терĕ Михаля, — çавăрса çапатăн та, ĕçĕ пĕтрĕ.
— Чĕлхепе çавăн пек вăл, Михаля.
— Кĕрешчĕр! Халех кĕрешчĕр!.. Имет, ан кутăнлашса тăр! Хе-хе. Кур-ха эс ăна…
— Кĕрешмелле çав, паттăра юлас тесен! Ара!
Ункă варринчисем иккĕшĕ те алшăллипе. Пĕр-пĕринпе вĕсем васкамасăр тытăçаççĕ.
Паттăрсем каланă тăрăх, кĕрешнĕ чух вăл чи хăрушши — хальччен кĕрешсе курман çынпа кĕрешесси имĕш. Тутар халь Имет мĕнле кĕрешнине пăхса тăчĕ, вăл мĕнле мелпе ăстарах иккенне те сăнарĕ. Имет ăна хальччен пĕрре те курман. Тепĕр енчен тата Имете сывлăш çавăрса илме те памарĕç. Ĕнтĕ мĕн пулĕ те мĕн килĕ тесе çеç тытăçрĕ вăл Касимпе. Тутар кĕрешнине вăл халь хăйле тытăçнă хушăра çеç асăрхама пултарать. Имет васкама шутламарĕ. Тутар хăй те васкамасть-мĕн. Утламăш паттăрне мĕнле те пулин ытларах халтан ярасшăн ĕнтĕ, кайран çĕнтерме çăмăлтарах пуласса шанать. Вĕсем ункă тавра икĕ хут та пĕшкĕнсе çаврăнчĕç. Çапла çÿрени Имете те килĕшмерĕ, вăл, алă шăнăрĕсене карăнтарса, тутара хуллен çеç çĕклесе илчĕ, пăрахма çапах та май килмерĕ. Иккĕшĕ те çĕрелле тата ытларах ÿпĕнчĕç. Çакăн пек ÿпĕнсе çÿренĕ чух Касим Имете ямпашла ывăтса яма пулмĕ-ши тесе те шухăшларĕ, анчах ку шухăшне çавăнтах калле турĕ: мĕн каласан та, Имет пĕчĕк кĕлеткеллĕ çын мар, ăна çăмăлах ыткăнтарма çук…
Хусан тутарĕ, чăнласах та, кĕрешме пит ăста пĕлет иккен, хăрах урине Имет ури хушшинех хутлатса кĕртет те, çĕклесе илсе пăх-ха ăна çавăн пек чухне.
Курса тăракансен сасси янăраса кайрĕ:
— Имет, ан парăн! Ан парăн, Имет!..
— Çавăрса çап çавна!..
— Хе-хе, Шăрттан!..
Ял халăхĕ ырă суннине Имет хăй те лайăх туять, вăл тем пек халăх кăмăлне çырлахтарасшăн. Анчах халĕ самаях хавшарĕ, вăй хурса кĕрешме йывăртарах — вăл хăйне Касим çĕклесе илессе кĕтме шутларĕ.
Кĕтни харама каймарĕ: тутар Имете çĕклесе-çĕклесе илчĕ те ывăтса яма тăчĕ. Çапла кĕрешсе, вĕсем иккĕшĕ те çĕре персе ÿкрĕç, ура çине те пĕр вăхăтрах сиксе тăчĕç.
— Касим çĕнтерчĕ! Çĕнтерчĕ!.. — икĕ аллине шарт-шарт çапса кăшкăрса ячĕ Кантюк.
— Кам?.. Кама çĕнтерчĕ?.. Кĕрешмелле, — терĕ тÿресенчен пĕри.
Хусан тутарĕ тавлашса тамарĕ, тÿре сăмахĕ тĕрĕс иккенне çийĕнчех ăнланчĕ. Иметпе иккĕшĕ каллех тытăçрĕç.
— Касим, çавăрса çап ăна!
— Имет тете, ан парăн!..
Утламăш паттăрĕ, çав самантра пĕтĕм вăйне карăнтарса, Касиме хăй çĕклесе илчĕ те пуçхĕрлĕ тытрĕ. Халăх, самантлăха сывлама чарăннă пек, мăштах, унтан тин тĕлĕннĕ майлă ахлатса илчĕ. Шăрттан Имечĕн аллинчен мĕнле те пулин хăтăласшăн пулса, Касим тем пек тапкалашрĕ, анчах хăтăлаймарĕ, юлашкинчен ирĕксĕрех аллисене вĕçертсе ячĕ. Имет ăна, хăй хĕремесленсе кайиччен хытă пăчăркаса, çÿлте çĕклесе тăчĕ. Çапла майпа вăл пăхса тăракансен умĕн пĕр хут çаврăнчĕ те, Кантюк патне чарăнса, аякран килнĕ паттăра çĕрелле пуçхĕрлĕ тăрăнтарса та антарчĕ.
— Мейĕр… илсе, илсе кайăр ăна! —терĕ вăл пăшăхса тытăннă сасăпа. Хăй çавăнтах аллинчи алшăллийĕпе çамкине шăлса илчĕ. Сăмсинчен юн кайнă тутар патнелле Кантюк, Усалук тата ыттисем васкавлăн сике-сике тухса пĕш-кĕнчĕç.
Унччен шăп пулнă халăх сасартăк шавла пуçларĕ, Пин-пин сасă, «Имет! » те «Имет! » тесе, пĕтĕм таврана янăратать. Курса тăракансенчен малти ретрисем карта тăрăх карнă пир айĕнчен шала кĕчĕç те кăшăл тавра тăрса тухрĕç. Михаля сĕтелĕ патĕнчен икĕ хĕрача уйрăлса Имет еннелле çывхарчĕç. Аллисенче вĕсен йĕтĕн çиппинчен тĕртсе тунă çÿхе сĕлкĕ, ун çине пĕр çавра çăкăр хунă. Çăкăрне сĕлкĕпе пĕрлех Имете сĕнсе пачĕç. Утламăш паттăрĕ хăй патне пынă хĕрачасене пичĕсенчен чуптуса илчĕ, унтан çăкăра чуптурĕ те пĕр хĕрринчен хуçса тутанчĕ, вара тинех хăй çинчен куç илмен çынсен еннелле пăхрĕ:
— Эп пĕччен мар, тăванăмсем, халăхăмăр паттăр! — шав çинче илтĕнсе кайрĕ унăн янравлă сасси.
Вунă-вуник алă Имете çирĕппĕн тытса çÿлелле çĕклерĕ. Пĕтĕм халăх тулли кăмăлтан хавасланса кăшкăрашнă хушăра, Имете çÿле-çÿле сиктерсе, кăшăл тавра çаврăнчĕç, унтан парне сĕтелĕ патне ал вĕççĕнех çĕклесе çитерчĕç.
Сайра çын тĕлне килет çакăн пек телейлĕ шăпа. Уншăн пĕр ял паттăрĕ кăна мар тупăшать те, пурне те тивмест çав. Акатуйне пĕтĕм тавра халăхĕ пуçтарăнать-çке. Утла-мăшра çав шăпана кăçал та Шăрттан Имечĕ тивĕçрĕ.
Çураçнă хĕр—ялти сарпике Арихве, кăçалхи çимĕкре хăйĕн туйне лараканскер, Михаля чĕннипе паттăра чыслама тухрĕ. Арихве, хăй аллипе тĕрлесе тĕртнĕ сурпан вĕçне сарса тытса, Имет умĕнче пĕшкĕнсе чеченнĕн пуç тайса илчĕ. Ял хĕрĕсем мухтав такмакĕ каланă май Михаля Имете паттăр пиншакĕ тăхăнтартрĕ. Арихве çав пиншакăн çурăмĕ çине сурпан вĕçĕ сарса çĕлерĕ. Çакăн хыççăн Утламăш паттăрне тепĕр хут та çÿле-çÿле сиктерсе çĕклеме тытăнчĕç…
Акатуйăн юлашки тапхăрĕ пуçланчĕ. Ут яракансене суйласа, паçăрах Чаткас хирне ăсатнăччĕ. Вĕсен ăмăртса килес çулĕ тăватă çухрăм пулать. Ут яракансене иртсе килме çул пултăр тесе, пăхса тăракан халăха çĕрĕмĕн икĕ енне пăрăнса тăма хушрĕç.
Мала тухакансене парне паракан хĕрсем Михаля патне çывхарчĕç. Вĕсенчен пĕри Селиме, тепри Çĕнкас пики Мерчен. Мерчен, çак куна кĕтсе, пуçне шурă калпак тăхăннă. Калпакĕн умне ĕнчĕпе пустарнă, хыçалта виçĕ кĕтесне шăрçапа питĕрнĕ шурă пурçăн çÿçе ярапаланса анать…
Парнесене сĕтел çине те, сĕтел айне те хурса тухнă. Вĕсенчен пĕр пысăк çыххине Михаля Селимене тыттарчĕ.
Селимепе Мерчене Михаля питех аякка пăрăнма хушмарĕ. Ут ярса килекенсене вĕсен çак парнесене хăйсен аллипе памалла. Вăл ĕçе кирек хăçан та пысăк чыслă ĕç вырăнне хураççĕ, шанасса та ялти пуян та чипер хĕрсене кăна шанаççĕ. Ятлă парне пама суйланнă хĕр тăван ялĕнче кăна мар, таврара та халăх сумне тивĕçлĕ чаплă хĕр шутланать. Ун çинчен вара çураçас чух евчĕсем пырсан та, çавна асра тытаççĕ.
Мерчен пирки сăмах та çук-ха. Вăл Усалук хĕрĕ, пĕлтĕр те пĕрремĕш парне параканĕ пулчĕ. Çавăн пек шăпа кăçал та хăйне тивессе кĕтсех тăратчĕ вăл. Селимене ăçтан асăнчĕç тата? Çав Чÿмелкке Михали ĕнтĕ хăй ăсĕпе тем хăтланать пулинех. Вăтанса, ик питĕнчен юн пĕрĕхтерес пек хĕрелсе, сăмах хушма хăяймасăр тăрать Селиме сĕтел умĕнче. Пуянлăхĕ тесен — пуянлăхĕ çук вĕсен, ял çинчи ячĕ пĕчĕккĕ-çке, çын тем калĕ…
— Михаля тете, — йăлăннă пек илтĕнчĕ Селиме сасси, — кун пек ĕç йăлине пĕртте пĕлместĕп, ыттисене хушмăр-и, тархасшăн?..
— Э?.. Мĕн терĕн çак? Шăп пул, шăпăрлан çури!
Михаляна йăлăнса ÿкĕте кĕртсе пăх-ха! Кăшкăрса кăна
пăрахать, — вăхăт çук унăн апла-каплапа аппаланма.
— Итлес пулать каланине! — хăй лутра пулсан та, сасси хăлхана çурас пек илтĕнет Михалян.
Пикесем, пĕр-пĕрне куçран пăхса, йăл кулчĕç те, мĕн хушнипе Селимен те ирĕксĕрех килĕшмелле пулса тухрĕ.
Ут ярса килекен лашасем иртес тĕле хĕрлĕ хăю тăсса карчĕç.
Халăх Чаткас енчи сăрталла тинкере пуçларĕ. Ут яракансене иртсе кĕме чăрмав ан пултăр тесе, пăхса тăракансем хăйсен хушшинчен йĕркене пăхакансем уйăра-уйăра хучĕç, Шерккейпе Пикмăрса малти ретре пулас ĕмĕтпе хăйсем патĕнче йĕрке пăхакансем пулма килĕшрĕç. Таçта халăх хушшине хĕсĕннĕ Элентее те çывăхрах пулма чĕнсе илчĕç.
Ял пуянĕсем кунта та хисепре. Вĕсем — Кантюк, Усалук тата ыттисем — Чÿмелкке Михали сĕтелĕ патнех ларса тухнă та майĕпен çеç шăкăлтатса калаçаççĕ.
Чаткас сăрчĕ енче пĕр çаврăм тусан çĕкленчĕ. Тусан пусăрăнмарĕ, тĕтĕм тухнă пек вăрăмланса пычĕ. Тинкеререх пăхсан, чи малта тем мĕкĕлтетни те курăнса кайрĕ.
— Килеççĕ! Ав, килеççĕ!.. — илтĕнĕ пуçларĕ тĕрлĕ енчен.
Малта пыракан утсем пĕрин хыççăн тепри курăна-курăна кайрĕç, Хыçалтисене уйăрса илме çук, вĕсене пĕтĕмпе тусан карса илнĕ, курăнаканнисем те хура мĕлкен кăна палăраççĕ.
Аслă çултан пăрăнса ял çеремне çитсен, тусан ытла тÿсми пулчĕ, утсем куçа курăнса кайрĕç. Чи малта хура ут ярăнса килет.
— Нямаç! Малти Нямаç!!! —кăшкăрчĕç пăхса тăракансем.
— Нямаçех мар пуль-ха, элчĕ лашам килет пуль. Ара!
— Нямаç пулмасăр. Хе-хе, пĕлетпĕр эпĕр.
Хура ут хыççăн турă ут курăнать, унтан тимĕр кăвакки, татах хури: вĕсем хыççăн вара йăлт арпашса кайнă темелле, пурте малалла талпăнса сиккипе килеççĕ.
Нямаç, чăн та, малта, унăн учĕ пĕр тикĕс илтерет. Ня-маçĕ хăй каçăрăларах ларнă, сарлакан курăнать. Ун хыççăн пыраканни те питех юлса каймасть. Малтан вăл турă лаша пек курăнатчĕ, кунтарах çывхарсан, темле, хăла тĕслĕн палăрчĕ.
— Нямаç хыççăн Савин лаши, Савинĕн килет! Çÿрен ут, ав, куратра!..
— Ара, ку Савин лашн-çке, тупата! —пăшăлтатрĕç пăхса тăракансем.
Çÿрен ут çав самантра малтине хуса çитрĕ, иртсе каясшăн талпăнчĕ, анчах малта пыраканни ăна пÿлме хăтлан-сан, иккĕмĕшĕ каярах юлчĕ.
Ялăн Анаткас вĕçне çывхарсан çеç, хайхи çÿрен ут пĕр аяккинелле тапса сикрĕ, унтан, пĕтĕм вăй-халĕпе туртăнса, урисене çĕре тивертмесĕр тенĕ пек вирхĕнсе, хура ут умне тухрĕ те хăйĕн тăсмака пĕвĕпе Нямаç учĕн çулне
пÿлчĕ хучĕ. Çÿрен ут хăй тĕллĕн çеç пынăн туйăнать, çынни курăнмасть те.
Халăх кĕрлесе кăна тăрать:
— Савинĕн мала тухрĕ!.. Мала тухрĕ!..
— Ытла пит! Акă Нямаçăн каллех хуса çитет…
Тепĕр çĕрте урăхла калаçу:
— Ку, петька, Шерккей хирĕçлĕм, сан лашу мар-ши?..
Шерккей хăй те пĕр хĕрринчен куç сиктермесĕр пăхса
тăрать-ха.
— Çу-ук, пирĕн Тимрук кайман. Мĕн-и, мĕн-и, ку Савинсен лаши пулмалла, тăсмакарах ав…
— Лаши пирĕн, — татса хучĕ Элентей.
Утсем çывăха килсен, Шерккей хăй лашине палласа илчĕ-илчех.
— Ай шăпăрлан Тимрукĕ!.. Кур-ха эс, мĕн хăтланать мурне? — терĕ вăл çумĕнчех тăракан Элентейпе Пикмăрса енне куç ярса.
— Тимруках-ши вара! Кунтахчĕ-çке вăл… — каласа хучĕ Элентей.
— Калатăп, вĕсем тем йăнкăлтатса çÿрерĕç.
— Шерккей килет! Шерккей!..
— Шерккей мар, Тимрукĕ!
— Тимрук! —тĕрлĕ енчен хыттăн илтĕнсе кайрĕç сасăсем.
— Ай, Тимрук. Тимрук!.. — аллисемпе пĕççи тăрăх шарт çапса кăшкăрса ячĕ Шерккей те.
Пурте:
— Шерккей! Шерккей! Шерккей! —тесе кăна тăчĕç.
Ĕнтĕ Селимепе Мерчен те, Михаля та парнесем çинчен
мансах кайрĕç. Пурте ут ярса килекенсене пăхаççĕ. Лутра Михаля, хăйне лайăхрах курăнтăр тесе, пĕр çĕмрĕк ещĕк çине хăпарса тăрасшăн пулчĕ, ещĕке йăтăнса анчĕ те, Михаля персе ÿкрĕ. Вăл, ыратнă пит-куçне хуралнă аллипе сăтăркаласа, тепĕр ещĕк тăратса хучĕ те çавăн çине улăхрĕ. «Нямаç! Нямаç! »—кăшкăрчĕ вăл, питне-куçне сăтăркаласа.
— Нямаçăн мар çав, Шерккей лаши малта, — терĕç ăна çавăнтах.
Халăх пĕтĕмпе ура çинче.
Çÿрен ут пĕр вăхăта лапа кĕрсе куçран çухалчĕ. Нямаç лаши çавăнталла çитнĕ тĕле çÿренни тăвалла сиксе те тухрĕ. Ларса пыраканнин шурă кĕпи кăна палăрать.
Селиме çаплах куç илмесĕр пăхать. Ашшĕ ятне асăн-массерен унăн чĕри кăлт-кăлт сикет. Епле апла, ашшĕ те, Тимрук та хальччен пĕрре те ут ярса курман-çке…
Çÿрен ут, ыттисене хăй хыçне хăварса, халăх хушшипе хăварнă çул тăрăх вирхĕнсе кĕрсе кайрĕ. Сасартăк:
— Тухта-а-ар!.. — аслати кĕрленĕ чухнехи пек янăраса кайфĕ сасă.
— Тухтар!..
Шерккей лашипе мала тухаканни Тухтар пулчĕ. Вăл лаша çумнех пĕшкĕнсе хутланнă та, çилхинчен çирĕп тытса, малалла çеç пăхса вĕçтерет. Хăй умĕнчи хĕрлĕ хăйăва татнине те асăрхамарĕ. Иртсе кайсан çеç лашине чĕлпĕртен тытса чарчĕ те майĕпен юрттарса çаврăнчĕ. Ăна хирĕç тимĕр кăвак утпа хура ут та çитрĕç, ыттисем килме тытăнчĕç.
Ĕç çакăн пек çаврăнса тухасса никам та кĕтменччĕ. Кĕтменччĕ ăна Чÿмелкке Михали те, Нямаç пĕрремĕш вырăна йышăнас пирки вăл чĕрне хури чухлĕ те иккĕленмен. Нямаç хăй те кайнă чух çаплах каласа хăварчĕ. Вăл, ав, мĕнле пулса тăчĕ иккен…
Тарласа пăшăхнă лашине Тухтар сĕтел патнелле уттарса пычĕ. Лаши чĕтрене-чĕтрене илет. Тухтар ăна ачашласа мăйĕнчен аллипе лăпкарĕ. Унăн пичĕ хăрах енче пылчăкланнă, тути чĕтрекелет, куçĕ савăнăçлăн çиçсе кулать, тăнлавĕ тĕлĕнче халĕ те юн тымарĕ сиксе вылять, пÿрнисем те чĕтреççĕ.
Селиме кунтах иккен… Вăл та Тухтара пăхса йăл кулать, хура куçĕ йĕпеннĕ хăйĕн.
— Мĕн пăхса тăран? Пар ĕнтĕ парнÿне, — чавсинчен кăлт тĕртрĕ ăна Мерчен.
Селиме хăй кунта мĕншĕн тăнине мансах кайнă-мĕн. Вăл, сĕтел çинчи çыхха илсе. Тухтар еннелле тăсрĕ кăна, Михаля ăна çавăнтах чарса ĕлкĕрчĕ:
— Чим-ха… Эс… ан васка ытла.
Çав самантра сĕтел патне Шерккейпе Элентей çитсе тăчĕç.
— Тата мĕн?.. — хăй мала тухнă пек хăюллăн ыйтрĕ Шерккей, Михаля çине сиксе ÿкес пек пăхса. — Ман лаша, ман лаша мала тухрĕ, пĕрремĕш парне те манăн!..
Селиме аллинчен çыхха Шерккей вăйпах туртса илчĕ. Михаля çăвар карса тăнă вăхăтра Шерккей хăйĕн çÿренне çавăтрĕ те; «Кайрăмăр, Тухтар! »—тесе кăна хăварчĕ. Кăшт аяккинерех пăрăнсан, Шерккей лашине сăмсинчен чуптуса илчĕ. «Янаварăм, янаварăм… »—тесе мăкăртатрĕ вăл. Унтан лаши çине хăй утланчĕ, хир тăрăх уттарса çÿретме тытăнчĕ. Çынсем ăна хапсăнса пăхаççĕ, лаши иртсе пынă май тĕлĕннĕ кăмăлпа пуçĕсене сулкаласа юлаççĕ. Хап-сăнччăр та, ăмсанччăр та. Ырă суннинчен урăх Шерккее çавăн пек чух ним те кирлĕ мар. Кăшт аяккинерех пăрăнсан, Шерккей лаши çинчен анчĕ, хăйпе пĕрле Тухтар пынине асăрхарĕ.
— Лашам та маттур иккен те, Тухтар, — терĕ вăл, сăмахĕсене темле тытăнчăклăрах каласа, — эсĕ те… пултаратăн çав… Маттур, маттур, Тухтарăм, чĕререн мухтатăп. Мĕн-çке, эпĕ Тимрук тесе, тупата, çунса тухаттăм… Пăхатăп — хам лаша, хам лаша… Тухтар, чăн калатăп; ĕмĕр хам патăмра пурăнсан та, ылтăнăм, татăк çăкăртан хăвармăп… Нямаç мала тухаймарĕ-им?.. Виççĕмĕш кăна пулмарĕ-и çав? Нямаç пирки ыйтатăп-ха. Иккĕмĕш-и?
— Эп кураймарăм…
— Эп куртăм. Пăхсах тăтăм эпĕ. Хам малтанах шухăшлатăп, çÿренĕм пулмарĕ-ши ку тетĕп. Ĕненес те килет, ĕненме те май çук пек, май çук пек…
Шерккей лашине çаплах ачашлама чарăнмасть. Ăна вăрăм мăйĕнчен лăпканă май хăйне те йăпатать;
— Çÿренĕм, çÿренĕм, çăмартапа сĕлĕ çинче кăна тытмалла та сана… Чим-ха, вăй илер…
Халăх пухăннă çĕртен самай аякка пăрăнсан, Шерккей темрен хăранă пек тавраналла пăхкаларĕ те аллинчи çыххине салта пуçларĕ; пĕр мăшăр атă пур, пиншак, шăлавар, тĕрĕллĕ кĕпе, пиçиххи… Шерккейĕн кăмăлĕ уçăлса кайрĕ, Хура шăлавăрне çавăркаласа пăхрĕ, пиçиххине илчĕ те Тухтара тăсрĕ:
— Ме сана, Тухтар… Хисепĕ кирлех мар-ха, парни хаклă. Çапах та çакăн пек хисепе кăларнăшăн çаксем сана пулччăр, сана пулччăр… Йывăра ан ил йыснăна.
Тухтар, йăл-йăл кулкаласа, сĕннĕ япаласене йышăнчĕ, тав турĕ.
— Кĕпипе пиншакĕ Тимрука пулĕ… Пиншакĕ тесен, хама та чух кăна пулма кирлĕ, туя-мĕне çÿреме… Атти ĕнтĕ, лаша асăнмалăхĕ, лаша асăнмалăхĕ хам ятпа пултăр тетĕп, Тимрука пула пуçланса кайрĕ-çке çак кĕтмен чап… Эсĕ, мĕн-и, унпа калаçса татăлтăр-и вара?
— Ĕнерех-ха.
— Ай, шăпăрлансем, чăнах, шăпăрлансем. Мана мĕншĕн пĕлтермерĕр?
— Ямасран хăрарăмăр.
— Вăл та тĕрĕс… Ну, çапах та, пит майлă килсе тухрĕ-ха. Рехмет, рехмет! —Шерккей аллинчи япалисене татах çавăра-çавăра пăхрĕ. — Нямаç çилленет те пуль ентĕ хăй илес парнене хам илнĕшĕн…
— Вăл мана темиçе хут та çула пÿлме хăтланчĕ..
— Хе! Куштанăн кукши курăнмасть теççĕ, курăнать иккен? Э? Тухтар, мĕн тейĕн? Мĕн тейĕн?
— Çапла пулмасăр… — кулмасăрах тавăрчĕ Тухтар. — Тавтапуç, Шерккей йысна, çак хисеплĕ парнешĕн, — терĕ вăл, аллинчи шăлаварĕ чиперех иккенне асăрхаса. — Мана кунтах юлма юрать пуль?
— Юлмасăр! Çÿре каçченех. Каçхине, мĕн вара, пыр хамăр пата, çак майпа кăшт лайăхрах апатланма та намăс мар… Мĕн-и, лаша аптрама кирлĕ марччĕ те, мĕнле-ши…
— Аптрамасть, — шантарчĕ Тухтар.
Шерккей çерем тăрăх тÿрех ялалла анса кайрĕ. Тухтар каялла çаврăнчĕ, çын хушшине кĕрсе куçран çухалчĕ.
Х. Чĕре сасси
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Шерккей хăй килне çитиччен никампа та сăмахламарĕ. Хапхи умĕнче ăна Сайте кĕтсе илчĕ. Упăшкин кăмăлĕ çĕкленнине вăл çийĕнчех асăрхарĕ.
— Тата мĕн пулчĕ? —ыйтрĕ Сайте.
— Нимĕн те пулман-çке, — тавăрчĕ Шерккей; унтан вара шухăшĕ тĕлне пулнă сăмахсене йĕркеллĕ çыхăнтармасăрах кала-кала пачĕ. — Ак, мана атă пачĕç, пиншакпа кĕпе те пачĕç, шăлаварĕ те пурччĕ, Тухтара парса хăвартăм…
— Тупата, мĕн сÿпĕлтетен çак? Кам парса ячĕ? Мĕн парса хăвартăм тетĕн? Паттăра тухрăнам?
— Паттăра… Паттăра… Ну, ут ячĕç. Ман çÿренĕм чи малти вырăна тухрĕ. Пĕрремĕш парне пачĕç… Ак, куратăн пуль?
— Ай, курмасăр, курмасă-ăр!.. Чим-ха, мĕн кирлĕ мара калаçатăн? ăçта ун пек, ытла… — тавçăрма хăтланчĕ пулин те, шанмасăр сăмах хушрĕ Сайте.
— Хм… Хĕрарăм-çке! Сана çын чĕлхипе калаççĕ-ха çапла тесе, ĕненместĕн… Ме, кĕртсе хур çаксене… Чим,, атти юрать-и хама, тăхăнса пăхам. — Шерккей урамрах, çăпатине салтса, аттине тăхăнса пăхрĕ. Ятне хăй валли çĕлетнĕ тейĕн, шăп кăна. Ăна каялла хыврĕ те пĕтĕм çыххине Сайтене тыттарчĕ.
Шерккей хăй пурпĕрех Сайтене мĕн пулни-иртнине пĕтĕмпе каласа парас çук. Сайте Тимрукран ыйтса пĕлĕ-ха, Селиме каласа парĕ ăна. Вăл хăйне тыттарнă япаласене, хушнă пекех, килне кĕртсе хучĕ. Шерккей лашине витенелле çавăтрĕ, курăк пачĕ, лаши çинĕ вăхăтра вăл ун çинчен куç илмесĕр савăнса пăхса тăчĕ.
… Кĕрекаç çеремĕнче çамрăксем пурте Тухтара хупăрласа илчĕç. Сăмах вĕçĕ çук вĕсен. Паянхи пек пысăк уявра Тухтар пĕрремĕш хут кăна ут ярса мала тухрĕ те, унта та, Нямаçа хăй хыçне хăварса, чаплă ята кĕчĕ.
— Каласа пар-ха, епле мала тухрăн?..
— Тимрукĕ мĕншĕн хăй каймарĕ?..
Пĕри ыйтать, тепри ăна пÿлет. Тухтар, халиччен çынпа питех сăмахласа кайманскер, мĕн ыйтнине тавăрса калама та ĕлкĕреймест, кĕскен çеç ăнлантарать:
— Çапла çав…
— Хам кайрăм…
Шерккей лашине Тухтар час-часах çитерме çÿретнине ял çамрăкĕсем пурте тенĕ пекех пĕлсе тăраççĕ. Тимрукĕ вĕсен питех ун пек çĕре çÿреме юратмасть. Тухтар вара, лаша тесен, каççа каять, хăш чухне вăл хăй çиес çăкăрне те лашине парать, çитерме кайсан, шăварасса та, ыттисем пек, çырмари тăмлă-хăйăрлă шывпа шăвармасть, каçăн-ирĕн юри Турикас хĕрринчи васана, тапса тăран çăлкуçĕ патне чарăнать…
Çамрăксемпе калаçнă хушăрах Тухтар тĕрлĕ япала çинчен шухăшлать, хăй мĕнле ут ярса килнине аса илет.
Паян вăл мала тухасса ĕмĕтленменччĕ те. Кунта пĕр ял лашисем кăна марччĕ, аякран килнисем те йышлăччĕ. Нямаçсенех лаши шăп урхамах темелле…
— Ку мĕн тата санăн?
— Парне.
— Çак кăна-и?..
— Ыттисене парса ятăм…
Ку хура шăлавар чиперех килĕшет пуль-ха. Çынсем кулма пăхĕç, Тухтар, ав, вĕçкĕнлене те пуçларĕ тейĕç. Ĕнтĕ тепĕр тесен тата, вăрласа тăхăнни мар çке. Тухтар çавăнтах Палюк сăмахне асне илчĕ.
Акатуй иртрĕ, халăх килнелле сăлана пуçларĕ. Такам Тухтара та пĕрле утма сĕнчĕ, анчах Тухтарăн çак хушăра пĕр-пĕччен пуласси килчĕ. Унăн хирелле кайса çаврăнас ĕмĕчĕ пур. Çапла шухăшласа тăнă вăхăтра хăй хыçĕнче палланă сасă илтĕнчĕ:
— Эсĕ мĕн, Тухтар, пĕчченех тăратăн? Эпĕр сана кайнă пуль тесе.
Селиме иккен. Тата Селиме тусĕ, Елисса.
— Мала тухрĕ-çке Тухтар, вăл халь пирĕн еннелле пăхмасть те ĕнтĕ, — шÿтлесе каларĕ Елисса. — Çапла-и?
— Çапла пуль çав, кăштах та вĕçкĕнленме юрамасть-и вара? — кулкаласа илчĕ Тухтар та.
Виççĕшĕ пĕрле çаранпа васкамасăр утрĕç.
Ешĕл çаран куçа илĕртет. Ытармалла мар ырă шăршă, тĕрлĕ чечексем, умранах вĕçсе иртекен тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем чуна савăнтараççĕ.
Елисса утнă май чечек пуçтарма тытăнчĕ. Ăна курах Селиме те çĕрелле пĕшкĕнчĕ, ал айне пулан илемлĕ чечексене тата пуçларĕ.
— Тухтар, эс чечек татмастăн-им? — илтĕнчĕ Елисса сасси.
— Чечек-и? —тĕлĕннĕ пек пулса пăхкаларĕ Тухтар. — Эпĕ чечек татса йăлăхнă та.
— Çапах пире пĕрре те пуç кăшăлĕ çыхса параймарăн-ха.
— Ай, пуç кăшăлĕ тетĕн! Вăл ăна çыхма та пĕлмест пуль? — кулса ячĕ Елисса,
— Асту сана, пĕлмест пуль, — Тухтар ирĕксĕртен тенĕ пек чечек татма пĕшкĕнчĕ. Чечекĕсем те ытла ачаш иккен, тытсассăнах татăлаççĕ.
— Сан аллупа чечек мар, турат хуçмалла…
Тухтар халиччен чечеке ним вырăнне те хуман—çÿренĕ, таптанă. Кун çутине вăл пуринчен ытла чечек çинче ирттернĕ темелле, хăй çапах чечексен ятне те пĕлмест.
Чечек тата-тата, Тухтарпа хĕрсем çаран хĕрринелле пăрăнчĕç.
Кĕрекаçран халăх саланнă. Вĕлкĕшмест ĕнтĕ халь шур элем те. Пĕр-пĕр çивĕч маттур шăчă тăрăх хăпарса антарнă ĕнтĕ ăна, Чÿмелкке Михали те хăйĕн тертлĕ ĕçне туса пĕтернĕ. Хăшпĕр лупашкасенче çеç тĕллĕн-паллăн çынсем ушкăнланса ларкалани курăнать, — хăналанаççĕ. Хушăран юрлани те илтĕне-илтĕне каять.
— Тухтар, — терĕ Селиме, — эс пире ху мала тухни çинчен каласа та кăтартмарăн-çке?
— Мĕн каламалли пур унта? Эпĕ хам чупман-çке, лаша чупрĕ.
— Каларăн та! Лаши унта Нямаç тетесен те чупрĕ, темшĕн мала тухаймарĕ.
— Эс, Тухтар, кайран курмарăн-ха, — терĕ Селиме. — Нямаç тетепе Михаля тете пĕр-пĕринпе ĕмĕрхи тăшмансем пек хирĕçсе кайрĕç, тупата. «Парне пирки сана мĕн каларăм та мĕн каларăм», — тет Нямаç тети. Михаля тетĕн тинкине кăларчĕ. Леш, мĕскĕн, и-и-и, нимĕн калаймасăр тăчĕ. Çапăçсах каяççĕ пуль тенĕччĕ. Мерченпе иксĕмĕр вĕсем патĕнчен аран хăтăлтăмăр… Тухтар, парнÿне кăтарт-ха пире?
— Ак тата! Хăвăн аллупах патăн-çке вĕсене?
— Мĕн калама ун чухне, — терĕ Селиме. — Парнене
мар, çын çине пăхма та вăтанса тăтăм, çĕр тĕпне анса каясса çитрĕм.
— Епле хушрĕç сана çав ĕçе? —пĕр кулмасăр ыйтрĕ Тухтар.
— Михаля тете шухăшласа кăларнă ĕнтĕ ăна.
Селимепе Елисса Тухтарăн парнине чарăнса тăрса пăхрĕç.
— Лайăх йышши тавăртăн пулас, кĕленче пек яка, — терĕ Селиме. — Ку хайхи пиншакпа тăхăнма та чухах пуль?
— Юрать пуль тетĕп.
— Чим-ха, сана эп паян хам ятăмран та пĕр мĕскер парăп-ха.
— Мĕн тата?
— Э-э, çук, вăхăт çитиччен каламастăп, — пÿрнипе юнарĕ Селиме.
— Ут ярса килнĕ чух хăрамарăн та-и? — пĕлесшĕн пулчĕ Елисса.
— И-и, тусăм, вăл нимĕнрен те хăрамасть.
Селиме парнене, тирпейлĕн чĕркесе, хуçине тыттарчĕ.
— Мĕн хăрамалли пур унта, ларса кăна пыр, — терĕ Тухтар, Елисса енне пăхса.
— ÿкесрен ара. Лашу ĕрĕхсе кайĕ те…
— Ĕрĕхмест, чĕлпĕртен тытса пыратăп-çке.
— Тухтар, эс калатăн та, — пÿлчĕ ăна Селиме. — Унта пĕр чĕлпĕр тытса пырасси кăна мар пуль çав. Лашисене ыттисем те тытса пычĕç те мала тухаймарĕç…
— Ак, ку тата мĕнле чечек? —сăмаха тепĕр май пăрчĕ Тухтар.
— Чикен курăкĕ теççĕ ăна.
— Пирĕн атте çак курăка, ăшне хытă кĕрсен, чей вырăнне вĕретсе ĕçет, — терĕ Елисса.
— Чарăнать тет-и вара ăш ыратни? — пĕлесшĕн пулчĕ Тухтар.
— Чарăнать тет çав, сиплĕ курăк тет. Малтан вăл ăна ăшĕ ыратнă тĕле тытса сăвать, кайран вĕретсе ĕçет.
— Мĕнле сăвать? —ыйтрĕ Тухтар.
— Такмакĕ пысăк: «Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап», — тесе тăххăра çити ытă хисеплесе каять те унтан çапла майпах кутăнла хисеплесе килет, кайран: «Пĕр чикен сăвап—пĕртте ан пултăр», — тесе пĕтерет. Çавăн пек унăн такмакĕ.
— Ай, тем те шухăшласа кăларĕç çав, — кулса ячĕ Селиме.
— Такмакĕ мĕнле-тĕр те, курăкĕ сиплĕ пулма пултарать пуль, эмелçĕне те курăкран тăваççĕ, тет, — хушрĕ Тухтар,
Хĕрсем пĕр çĕклем чечек татса пуçтарчĕç,
— Кăçалхи пек чечек нумаййине астумастăп та, — терĕ Селиме, усăнса аннă çÿç тунине çурăмĕ çинелле ывăтса. — Чимĕр-ха, атьăр, çакăнта ларса, пуç кăшăлĕ çыхар.
— Лартăмăр, — терĕ Елисса, çĕрелле пĕшкĕнсе.
Вăл чечекĕсене хăй умне пăрахрĕ те чиперрĕн майлашăнса ларчĕ. Селиме унпа юнашар вырнаçрĕ. — Эх, курăкĕ епле çемçе, ытармалла мар.
— Хĕрсем, элле ывăнтăр-и? —çаплах чечек татнă май ыйтрĕ Тухтар.
— Ывăнтăмăр, Тухтар, ывăнтăмăр… Кил-ха кунта эс те, хамăр хушăмăра лартăпăр.
Тухтар вăтана-вăтана вĕсем патне пычĕ. Чĕркемне хăй хыçнелле пăрахрĕ, алă вĕççĕн тĕренсе, курăк çине выртрĕ, унтан çĕкленсе ларчĕ.
— Эс кăваккуç кăна татнă-çке? —ыйтрĕ Селиме, пÿрнинчи кăвак куçлă çĕррине тÿрлеткелем пек туса.
— Хăшне татмаллаччĕ тата?
— Ай, тусăм, эс пĕлместне вара, вăл кăвак куçа кăна савать-çке?
— Пирĕн пеккисене ним вырăнне те хумасть-и?
— Чăнах, Тухтар, çаплах-и?
— Селиме пĕлсех калать пуль,— кулкаларĕ Тухтар.
— Тупата, ăçта кайса кĕмелле ĕнтĕ ман пек чакăр куçлисен? Тусăмăн та кăвак куç мар, хура куç…
Пуç кăшăлĕ çыхма тытăнчĕç, Елисса тавраналла пăхкаласа илчĕ. Çывăхра çынсем курăнмаççĕ. Вăл майĕпен кăна юрă пуçласа ячĕ:
Çеçенхир варринче шур юр çунă.
Çырла çеçки чечекĕ епле-ши?
Ай-хай, çамрăк пĕвĕм, хура куçăм,
Кам куçĕнчен пăхмашкăн ÿсрĕн-шн?
Утçăм лайăх тесе, çула ан тух.
Сар ылтăн пек пуçна çухатăн;
Чĕре савман çынна, тусăм, ан тух,
Ĕмĕрлĕхе хăвна çухатăн…
Селиме те юрра хутшăнчĕ:
Шурă юрсем çăвать, пушмак путать.
Шурă пурçăн пиçиххи кам çыхать;
Каласамччĕ, тусăм, чăн тÿррипе —
Санăн чуну кама та пит савать,
Манăн чунăм сана-çке пит савать.
Хура вăрман хыçне шур юр çунă.
Хура сăсар тухса йĕр хывнă.
Хура сăсар йĕрсене ман йĕрлес çук,
Аттей-анне хушнинчен иртес çук…
Тухтар итлесе тарать, вăл юрламасть. Итлет те кăшăл çыхать.
— Тухтар, — чĕнчĕ ăна Елисса, — кала-ха пире, кам çав санăн савнă тусу?
— Манăн-и? —вăрăм чечек тунине чĕрнипе касса татрĕ Тухтар. — Савнă тус манăн… ак çак… чечек пуль… хир савма пултарĕ… Урăх кам мана савтăр?
— Эпĕ мар-и вара? —кулса илчĕ Селиме. — Хам ята асăнасса кĕтнĕччĕ-ха эп.
Тухтар ăна куçран пăхрĕ те йăл кулчĕ, хăй çавăнтах панулми пек хĕреле пуçларĕ.
— Ан кала, ан та кала, Тухтар, хамах пĕлетĕп! —терĕ Елисса. — Тусăм чăнласах калать, Тухтар, вăл сана пит юратать.
— Чипер калаç, тусăм! — Селимен те пит-куçĕ вĕрилене пуçларĕ…
Хĕрсем кăшăл çыхса пĕтерчĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексене йĕркеллĕн майлаштарса тухнă пуç кăшăлĕсем пит илемлĕ. Вĕсене яла çитиччен пуçа сырма та юрать. Яла кĕреспе пĕр-пĕр çатан тĕкми çине лартса хăвараççĕ.
— Пăх-ха, Тухтар, аван кăшăл пулчĕ-и?
— Пит чечен кăшăлсем çыхрăр.
Елисса тăхăнса пăхать, пĕчĕкрех иккен-ха, тата кăшт хушмалла.
— Эпĕ малтанах виçсе пăхрăм, — хĕрле çыхнă тутăрĕ çине лартса пăхрĕ Селиме. — Ак пулчĕ те… Кÿр, Тухтар, сана кăшăл вĕç питĕрме пулăшам.
Çак ача-пăча ĕçĕ Тухтара йăлăхтарсах çитернĕччĕ, хĕрсене пула кăна вăл, ытахальтен тенĕ пек, пуç кăшăлĕ çыхса аппаланчĕ. Селиме ун ĕçне малалла тăвăп тенĕрен Тухтар савăнса кайрĕ.
— Сан кăшăлу пĕр йышши чечекрен кăна иккен. Кай, тупата, тусăм, кур-ха, капла тата илемлĕрех-çке, — терĕ Селиме, пуç кăшăлне Тухтар аллинчен илсе. — И-и, пĕтĕмпех кăвак чечексем.
— Ну, Тухтар, — кулкаласа, сăмах хушрĕ Елисса та, — пÿлĕх умĕнче калатăп, çакăн пек кăшăл мана та çыхса памасан, тусăма памастăп сана, илтетне?
— Манăн урăх чечек те юлмарĕ.
— Çапла пуль ĕнтĕ…
Васкамасăр çывхарать çуллахи каç. Ял хĕрринчи çырма-çатра тăрăх шур мамăк пек çăра тĕтре хăпарать. Вăрман çийĕ, кăвакарса, пĕлĕтпе пĕрлешет те катаран питех палăрми пулать. Каçхи уçă сывлăш çанçурăма эпеклет, кăштах çÿçентернĕ пек туйăнать.
— Ах, кая юлатпăр-çке капла, вăййа тухма ĕлкĕреймĕпĕр, — пăшăрхана пуçларĕ Елисса.
— Кунтан тÿрех тухатпăр эпĕр. Хамăрпа пĕрле Тухтара
та илсе каятпăр… Пыратна, Тухтар?
— Мĕнле-ха капла… Алăра япала пур-çке манăн…
— Ăна хамăр пата кĕртсе хурăпăр.
Селиме сăмахĕпе килĕшмеллех пулчĕ Тухтарăн, Хăй тем вăтанатчĕ пулин те, паян хĕрсемпе пĕрле вăййа кайма кăмăл турĕ.
Вăйăра темрен вăтанмалли çук иккен; пурте ялти çамрăксем, палланă çынсем. Пĕр-пĕринпе тытăнса, çамрăксем сăвă каларĕç. Тухтар та хăйне ял çамрăкĕсемпе пĕр танлă шутла пуçларĕ.
Автан авăтас умĕн çеç вăйă саланчĕ. Хĕрсем касси-кассипе алла-аллăн тытăнчĕç. Каччисем вĕсем хыççăн пыраççĕ, пурте пĕрле, сăвă каласа, килĕсене таврăнаççĕ.
Тухтар çеç сăвă каламарĕ: çапах та кĕçĕр унăн чĕри çĕкленчĕ, чун хавалĕ хавасланчĕ, хĕпĕртерĕ: халиччен кăлăхах çÿремен иккен вăл çамрăксен вăййине.
Селимесен тĕлне çитеспе вĕсем виççĕшĕ пĕрле тăрса юлчĕç. Ытти çамрăксем тăвалла иртрĕç. Часах Елисса та, Тухтарпа Селимене ырă сунса, килне васкарĕ. Хурама айĕнче Тухтарпа Селиме иккĕшĕ кăна тăрса юлчĕç.
— Эп сана çыххăна кăларса парам-ха, — асилтерчĕ Селиме, Тухтара куçран пăхса.
Тухтар хăйне мĕн каласса кĕтсе тăмасăрах, вăл çил хапхинчен кĕрсе кайрĕ те, пĕр чĕркем вырăнне икĕ чĕркем илсе тухса, Тухтара тыттарчĕ.
— Ку мĕскер тата?
— Ку вăл… Каларăм-çке, пĕр-мĕскер парăп тесе?.. Хам ятăмран парне паратăп… асăнмалăх… — вăтанса та майĕпен, хăйне çеç илтĕнмелле каларĕ Селиме. — Иртнĕ уйăхрах çакна тума пуçланăччĕ сан валли, ĕнер туса пĕтертĕм.
Тухтар вăтанса çавăркаларĕ çыххине.
— Тавтапуç, Селиме… Унта мĕн иккенне пăхма юрать пуль?
— Халь мар, Тухтар, киле çитсен курăн… Хăвна килĕшмесен, каялла хамах тавăрса пар.
— Мĕншĕн аплах тата?
— Сана хăвна килĕшекен япала парасшăн эпĕ. Тен, эсĕ те мана мĕнле те пулин парне парăн.
— Йышăнатăн пулсан…
— Сăмах та çук.
— Пит чипер япала парăп сана та, — Тухтар каллех салтса пăхасшăн пулчĕ.
— Кайран темерĕм-и? — чарчĕ ăна Селиме, итлемен ачана хăтăрнă пек. — Урамра аван мар, çын курса хамăра вăтантарĕ, килне илсе кайсан та курма ĕлкĕрĕн.
Хирĕçлисен пахчинчи лапсăркка йăмра тĕлне пулнă уйăх хушăран шупкан курăнать те пытанать, курăнать те пытанать. Вăхăчĕпе вăл, çулçă хÿттине кĕрсе, турат çине выртса каннă пек курăна-курăна каять. Каçхи ялта шăп, тинех сас-чÿ илтĕнмест. Урам варринчи йывăçсем çинче çеç хура кураксем, хăйсен йăвисене вырнаçсарах ларнă май, хутран-ситрен кранклаткаласа илеççĕ те чарăнаççĕ. Хушăран тата таçта нăрă нăрăлтатса вĕçсе каять.
Тухтарпа Селиме вăхăтлăха иккĕшĕ те калаçма чарăнчĕç. Çавăн пек вăл: курман чухне темтепĕр калас килет пек, куратăн та—сăмах та тупăнмасть. ăçта çав асра шăраннă канăçсăр шухăшсем çинчен каласа памалли сăмахсем? Тухтар пĕлмест-çке çав сăмахсене. Унăн чĕри çумĕнче кăна, темле, халиччен хăй пĕлмен хаклă туйăм вĕчĕлтетсе тăнă пек-ха, çав туйăм халь-халь вăй илсе амаланассăн, сиксе тухассăн сисĕнет, тапса тăрать, çапах та сиксе тухаймасть. Хĕре вăл çак самантра тем каланă пулĕччĕ; «Пăхсамччĕ, тусăм, мана куçран, эпĕ çавăншăн та сан умăнта пуçăма хума хатĕр»,— тейĕччĕ—Тухтарăн хăюлăхĕ çитмест. Унăн хулăн-хулăн кăтрисем шурă çамкине сарлакăшпе витсе анаççĕ. Çав кăтрасем илĕртмеççĕ-çке Селимене, çук, темле урăх хăват, шалти чун варĕ çывхартать ăна Тухтар патне. Селиме хăй те, Тухтар пекех, калас тенĕ сăмахне çавăрса калама хăю çитереймест. Паян ут ярса таврăннă чухне те, иртнĕ кунхине кашкăр хăратсан, вăл ăна тăнран кайнă çĕртен вăратса, ура çине тăратнă чухне те, тата тахçан-тахçанах-ха вăл — алла пĕрремĕш хут çурла тытса ыраш вырма вĕреннĕ чух та, Тухтар Сели-мешĕн хак хума çук лайăх çын пек туйăнчĕ. Ачалла пулман иккен çав туйăм: вăл, кунсерен те каçсерен вăй илсе, арас-ланнăçемĕн арасланса пынă та паян акă чăтăм картĕнче текех шăнăçаймасть. Калинччĕ Тухтар пĕр сăмах та пулин. «Селиме, эс мана саватăн-и?»—тесе ыйтинччĕ. Çук, ыйтмасть…
Çапла вăхăт иртрĕ, вăхăт ытларах та иртрĕ.
— Ну, çитет пуль, Тухтар, санăн та кĕрсе выртмалла. Чипер кай…
— Чипер юл… Халех килне кĕртес килмест-çке манăн сана.
— Мĕншĕн?
— Хам та пĕлместĕп мĕншĕнне.
— Эп пĕлетĕп мĕншĕнне,—терĕ Селиме, кăштах тăрсан.
— Мĕншĕн тейĕн?
— Калам-и, чăнах? Кулмăна манран?—Селимен вăрăм куç хăрпăкĕ час-часах сиккелесе илчĕ.
— Ак ĕнтĕ тата! Кала тетĕп-çке…
— Эс мана са-ва-тăн… Çапла-и?.. Çапла мар-и, Тухтар?—
хăлхана аран илтĕнчĕç хĕр сăмахĕсем.
Тухтар çамки çинчи çÿçне тÿрлеткелерĕ те куçне мăч-мăч хупкаласа илчĕ.
— Çапла мар-и?—каллех ыйтрĕ Селиме.— Ну, Тухтар, илтнĕ пул эппин: эп те сана саватăп, са-ва-тăп… пĕтĕм чĕререн… Халь кай ĕнтĕ… Чипер кай!— хăвăрт-хăвăрт тăкăнчĕç Селиме сăмахĕсем.
Тайăлнă çил хапхинчен Селиме васкавлăн кĕрсе кайрĕ те, пăлтăр пусми çине чупса хăпарса, алăк леш енне пытанчĕ. Унăн шурă кĕпи куçран çухалчĕ. Алăк вăраххăн хупăнчĕ.
Селимен сăмахне илтнĕ Тухтар пĕр вăхăта аптраса ÿкнĕ пек пулчĕ. Хĕре вăл пĕр сăмах та тавăрса калаймарĕ…
Темле куçа курăнман асамлă çунат Тухтарăн вĕри чунне ачашшăн та çепĕççĕн çупăрларĕ. Унăн мăшăр куçĕнче сÿнми çутă выляса йăлкăшать. Пуçĕнче капланнă шухăшĕсем, сăмахланма ĕлкĕреймесĕрех, çамрăк чĕрине таçта çÿле-çÿле — çут тĕнче тăррине-и е куç çавăрса илейми юмахри инçетлĕхе — илсе хăпартрĕç…
Чим-ха, тен, чĕринчи ĕмĕт сасси кăна çапла илтĕнчĕ пуль. Тухтар çапах та вĕçĕмсĕр: «Селиме, Селиме… Селиме…» — тесе пăшăлтатрĕ. Çав ытарайми ятран урăх нимĕн те асне килмест унăн çак самантра. Ял çамрăкĕсем умĕнче халиччен сăмах пуçласа калаçма хăяйман Тухтар Селимене тем каласшăнччĕ, анчах пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. «Юрĕ, юрĕ», — тенĕ пулсан та вырăнлă пулнă пулĕччĕ, шет, ăна та пулин калаймарĕ. Çапах ун шăпине телей килсе çитрĕ иккен. Чăнах-ши?..
Тухтар хăй сисмесĕрех алăк çинелле пăхрĕ. Килне кĕрсех кайрĕ-ши вăл?.. Урăх тухмасть те-ши?..
Çапла вырăнĕнчен тапранмасăр пăхса тăчĕ Тухтар. Пăхасса вара тĕттĕм витĕр шăтарас пек, алăк витĕр те ку-рассăн тинкерчĕ. Селиме курăнмарĕ. Тухтарăн чĕри çĕкленчĕ те, вĕчĕрхенчĕ те. Çак самантра хăйне вăл çурт умĕнчи лаштра хурамана та, çавăрса тытса, вăтăрса кăларас пек вăйлăн туйрĕ.
Акă алăк тинех шăлтлатса хупăнчĕ. Эппин, Селиме кĕрсе кайман пулнă иккен-ха. Шет, вăл та халех кĕресшĕн марччĕ пуль? Çывăрма пулать-и вара кĕçĕрхи каç?.. Халиччен аса илмен шухăшсем тинех вăранчеç те, каччă канăçлăхне çухатрĕ.
Тухтар васкамасăр пăрăнчĕ Селимесен умĕнчен. Ури çĕре тивес çук пек çепĕççĕн пусса утать. Çул урлă каçрĕ вăл, тăкăрлăкпа тухрĕ, килне çитнине те сисмерĕ.
Акă унăн пĕчĕк пÿрчĕ: çамкасăр, улăмпа витнĕ те çиелтен сайран кăна сайхахсемпе пустарнă. Хупăсăр чÿречи пĕри урамалла, тепри картиш пулмалли çĕрелле пăхать. Чÿречисем хăнчăрăн пăхаççĕ пулин те, хуçине вĕсем саламланăн туйăнчĕç. Картишĕ çук, картишне вĕрлĕксемпе тăваткăлласа ячĕшĕн кăна тытнă, тен, хăçан та пулин унăн та выльăх тавраш пулĕ, ĕне чунĕ туянса ярĕ, питĕ питĕрнĕ картишĕнче путек-сурăх макăрĕ, лаша та пулĕ ÿлĕмрен, шанчăкне тÿрре кăларма хăват çитерейсен. Карта хыçĕнче турачĕсене аяккинелле сарнă пилеш йывăççипе Тухтар хăй лартса ÿстернĕ çамрăк улмуççи пур. Тата хыçаларах, пахча варринче, арпалăх. Урăх ун хуçалăхĕнче нимĕн те çук-ха.
Ĕнтĕ, пĕчĕкçĕ пулсан та, хăйĕн пÿрчĕ, хăйĕн йăви. Ялта унтан начар пурăнакансем те пур: Куçинка таврашĕ, ав, миçе çул пÿртсĕрех пурăнать, çын патĕнче ĕçлет, çавăнтах кунне-çĕрне ирттерет, хăйсен пурпĕрех нимĕн те çук. Тухтар çамрăк-ха. Тивлечĕ çитсен, çурт та çавăрĕ.
Тĕнчене кăвак çутă карса илчĕ. Автансем ăмăртмалла авăтаççĕ.
Тухтар чÿрече умĕнчи кĕске тенкел çине пырса ларчĕ. Селиме сăмахĕ çаплах ун пуçĕнчен тухмасть. Мĕнле пăхмалла ĕнтĕ ăна ыран куçа-куçăн?.. Чим-ха, мĕн парса ячĕ вăл ăна?
Хăйне никам та курмасть-ши тейĕн, Тухтар йĕри-тавра çаврăнса пăхрĕ. Никам та çук. Тухтар пир татăкĕпе çыхнă чĕркеме салтрĕ. Шурă япала, Кĕпе-çке!.. Шап-шурă йĕтĕн çиппинчен тĕртсе çĕлетнĕ шурă кĕпе. Çухипе çанни вĕçне, аркине карăс çиппипе тĕрленĕ. Тĕрри калама çук чечен. Ун пек илемлĕ тĕрре тĕнчере Селимерен урăх никам та тĕрлеймест пуль. Унăн ачашла çепĕç вăрăм пÿрнисем çак тĕрлĕ тĕслĕ çиппе чунне хурса тĕрленĕ. Тухтар кĕпе тĕррине пÿрнисемпе хыпашласа пăхать. Асăнмалăх терĕ Селиме, парне терĕ. Теп, Тухтар хăй те ун валлн пĕр-пĕр ятлă парне хатĕрлеме пултарĕ. Хатĕрлейĕ-шн?..
Селиме пирки шухăшне татмасăрах, Тухтар ут ярса мала тухнине асне илчĕ. Çавăн чухнехи парнене те вăл Селиме аллинчен йышăнчĕ. Илессе, чăн та ĕнтĕ, Тухтар хăй аллипе илеймерĕ-ха, Шерккей йыснăш хăех илме ĕлкĕрчĕ, анчах пурпĕр мар-и, парни Тухтар ячĕпе пулчĕ-çке? Çак икĕ парне хушшинче темле ăспуç тавçăрайми çыхăну
пур пек. Енчен Селиме шăпах Тухтар ятне пÿрнĕ хĕр пулсан?.. Тухтар çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Ай, Селиме, саватăп, саватăп терĕн те, юри пулмарĕ-ши сăмаху? Тÿррипе каласан, халиччен эс Тухтара пĕлсех те пĕтереймес-тĕн-çке. Çапах та саватăн-и? Эппин, вăл малашне те пулин хăй çинчен пĕлтерме тăрăшĕ: вара хăвах курăн-ха Тухтар таса чĕреллĕ çын иккенне. Саншăн тесен, вăл, ĕмĕр асапне тÿссе, сана ал вĕççĕн çĕклесе çÿреме хатĕр. Тухтар чухăн тесе, эс ăна тĕксе ямарăн, йĕрĕнмерĕн, кулмарăн, кирек хăçан та ăна ăшă сăмахпа йăпатса пурăнтăн: вăл мĕскĕн тесе, ун чĕрине йĕртмерĕн, саватăп та терĕн. Çавăн пек чун-вартан тухакан сăмах кĕтме ĕмĕтленнĕччĕ те вăл санран, Эс хăвах чĕлхе уçса каларăн. Ĕнтĕ вăл тĕнчере тинех тăлăх мар, унпа пĕрле эсĕ пур. Таса кăмăлпа савса тăнăшăн вăл та’сан умăнта парăмра юлас çук. Çак самантра унăн çуначĕ пулсан, вĕçĕччĕ вăл инçете-инçете, хăй телейĕ патне.
Xı. «шерккейĕн те ăс çук мар»
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Шавлăн иртрĕ Утламăшра уяв.
Акатуйĕнче кăçал та Шăрттан Имечĕ паттăра тухрĕ. Туймет Тухтарĕ те, ут ярса, малти вырăна йышăнчĕ. Шерккей Селими ялта ятлă пике пулса тăчĕ. Ялйыш халь çавсем çинчен кăна сăмахлать—ирпе кĕтÿ кăларсан та, каçхи вăйăсенче те, урамра пĕр-пĕринпе тĕл пулсан та, çынсем иртнĕ уяв пирки асăнмасăр хăвармаççĕ.
Сăмахлас тесен, Шерккейĕн те чĕлхи çаврăннă пулĕччĕ. Калаçас тивĕçĕ ыттисеннинчен ытларахчĕ те-ха: унăн хушка çÿренĕ чи мала тухрĕ, пĕрремĕш парне параканни те — Селиме — унăн хĕрĕ-çке… Шерккей вырăнĕнче урăххи пулсан, халăх хушшинче те саркаланса кăна çÿремелле…
Урăххи пулсан çав, Шерккей мар.
Шерккей савăнасса та пĕччен чухне кăна савăнчĕ; савăнăçĕ те унăн пĕр вăхăта кăна пычĕ: ут янă хыççăн, лашине çавăтса таврăннă вăхăтра. Халь Шерккей кулленхи пурнăç йĕрне ÿкрĕ. Иртсе кайни текех ăна тĕлĕнтермест. «Мĕнех вара, çапла пулмаллаччĕ те», — мăкăртатрĕ вăл хăйне çеç илтĕнмелле. Анчах шăлаварне кăлăхах Тухтара пачĕ çав. Тухтар пилĕкне тăп-тăп çыхса çÿреме юратать, пиçиххипе те çырлахатчĕ, ăс çитерейсен, уншăн та чĕркуçленсе тав тумаллаччĕ.
Апатланнă хыççăн пăлтăр пусми çине тухса ларнă Шерккей тарăн шухăша кайрĕ. Темле асра тытăнса юл Шерккей çĕкленчĕ те кĕлет патне пычĕ, пăява аллипе тытрĕ, туртса пăхрĕ. Пăявĕ тăн-тăнах-ха, унпа пăру вĕренлеме пулать. «Упрама пĕлмест! »—мăкăртатрĕ Шерккей. Тен, ывăлĕ кăна та мар, вăл хăй те упрас йĕркене тытмасть пуль. «Хуçалăхра кукăр пăта та кирлĕ пулать», — тетчĕ Шерккей ашшĕ. Çак хаклă сăмаха маннă вĕсем, упрама та, перекетлеме те пĕлмеççĕ. Апла пулсан, ăçтан çитти çиттĕр? Ĕç йĕркине пăхăнми пулнă. Шерккейпе Элентее ашшĕ кăвак çутăллах вăрататчĕ. Çамрăк Шерккей ирпе ирех картишне, пахчана тухатчĕ, ыйхăсăр кайăксем юрланине савăнса итлетчĕ; ун чух Шерккейĕн ашшĕ çынран малтан акине тухнă, тыррине вырнă, çапса пĕтернĕ—халь маннă иккен çав йĕркелĕхе: хĕвел йывăç пÿ çÿллĕш хăпарсан кăна ĕçе тытăнать. Юрамасть кун пек, юрамасть, малашне Шерккей апла пулмĕ-ха, ачисене те тыткалама пĕлĕ. Кантюк… Кантюк картишĕнче çакăн пек пăяв çĕрте вырттăр-и? Нихçан та! Пăхма куç çитерет вăл…
Чĕререн ÿкĕннĕ Шерккей, аллинчи пăява нумайччен çавăркаласа, кĕлет алăкĕн янахĕнчен çакса ячĕ, унтан хăй вырăнне васкамасăр кайса ларчĕ.
Сайте ĕне суса кĕретчĕ.
— Сĕтне, сĕтне мĕн чухлĕ пачĕ?
— Сахал çав, иртнĕ кунсенче ытла чакарчĕ, — Сайте чÿлмекĕнчи сĕтне тайса кăтартрĕ. Чÿлмек тĕпне карăнса пăхрĕ Шерккей.
— Турăх ан кĕвер. Çу, çу уçлăпăр.
Сайте упăшки çине чăрр пăхса илчĕ.
— Илтрĕне, çу уçлăпăр тетĕп. Яшкана уйранпа кăна шуратăпăр… Эс мана ыран иртерех вăрат-ха, кăвак çутăлла…
— Каймалли çук-çке ниçта та?
— Пурпĕрех, пурпĕрех.
Сайте пÿрте кĕчĕ. Шерккей çаплах пăлтăр пусми çинче ларса юлчĕ. Вăхăчĕпе вăл хăйĕн çурт-йĕрне пăха-пăха илчĕ. Хуралтисем тăрĕç-ха халлĕхе, пÿрчĕ ытла кăйттă-çке; урамалла чикĕнсе анасса кĕтсех тăмалла. Çĕнетме кăна тесен, кăçал та вăй çитерме кирлĕ те, çĕннине лартса пулмĕ-ши тесе шухăшлать Шерккей. Пÿртне лартсан, хапхине те тутармалла. Капла, ав, иртен-çÿрен картишĕнче мĕн пуррине ал лаппи çинчи пек курса тăрать.
Виçĕ ят çĕрĕ акать-ха Шерккей. Ялта унран сахал акакансем те нумай, ун пек çемьесене çурт сиктерсе шутлама пулать. Шуратмасăр туранă çĕрулмипе яшка пĕçереççĕ, пултăранпа çăратаççĕ. Ав, Пикмăрсасемех ытла чух пурăнаççĕ. Турра шĕкĕр, Шерккей сĕтелĕ хальччен çăкăртан татăлман-ха. Çăкăра та перекетлĕрех тытмалла… Картишĕнче унăн лаши чипер, анине сухалама сухапуç аслăк айĕнчех, кÿлсе тухас тесен, урапи-çуни пур. Сĕт-турăх сахал та, çапах кÿрше кайса илни мар: качакаран пысăкрах ĕни пур; ултă чун сурăх усрать — сывлăх тĕрĕс-тĕкел тăрсан, питравра така пусать. Çынпа танлаштарсан, ун пурнăçĕ ытла катăках та мар темелле. Анчах саркаланса пурăнмалăх хăват çук-ха. Пурнăç майне кÿрес тесен, пĕр сум çумне тепĕрне хушмалла, пĕр пĕрчĕрен çĕр пĕрчĕ çити ĕрчетме пĕлмелле, тĕпренчĕк те сая ан кайтăр. Кантюксем патĕнче çавăн майлă калаçмарĕç-и?..
— Сайте!
Сайте пÿртрен тухрĕ.
— Ир тăмалла терĕн-çке, мĕншĕн çывăрма выртмастăн тата?
Упăшки пĕр тапхăр чĕнмесĕр тăчĕ.
— Мĕн эс мухмăрпа аптранă пек ларатăн? Пуçу ыратмасть пуль-çке?
— Ыратмасть… Эс çав чăланти, чăланти сар арчана пушатса пар-ха мана… Пĕр-пĕр çăра та тупса пар.
— Ак тата! Пуçна мĕн килсе кĕчĕ? Унта Селиме япалисем-çке?
— Япалисене кĕлетри çÿпçене пушат.
— Хума вырăн тупăпăр-ха ăна… Мĕне кирлĕ пулчĕ сана çав арча?
— Кирлĕ çав.
Сайте чăлана кĕчĕ. Мĕн тумаллине туса пĕтерсен, вăл çăраççи тупса килчĕ те упăшкине тыттарчĕ. Шерккей пÿрте васкарĕ. Пÿртре тĕттĕм. Кăмака айĕнче таçта шăрчăк чĕриклетет. Шерккей сентре патне пычĕ. Сентре çинче типсе кайнă çăкăр çаврăмĕ пур. Вăл чĕвен тăрса çав çăкăра илчĕ, унтан, сĕтел сунтăхĕнчен те пуçланă çăкăрпа каснă чĕлĕсене тытса, чăлана тухрĕ, Сайте пăхса тăнă хушăра Шерккей çăкăра арчине хучĕ, питĕрсе илчĕ, уççине пиçиххинчен çакса ячĕ.
— Ÿлĕм, çăкăр кирлĕ чухне, хама калатăн, — терĕ вăл Сайтене.
— Пирĕн ытлашши хырăм çук-çке, мĕншĕн çапла хăтланатăн? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Сайте, халиччен ун пекки пулманнине кура.
— Перекетлĕрех тыткаламалла пулать. Упи пасарĕнче, авă, çăнăх хакланнă, теççĕ, — суйрĕ Шерккей.
Сайте сасăсăр кулкаласа илчĕ.
— Мĕн шăлна йĕретĕн? —мăкăртатса ыйтрĕ Шерккей.
— Култаратăн та…
— Эп кулмастăп. Ÿлĕм курăн акă.
Кăмăлсăрланнă Сайте урăхран ырă та, хаяр та чĕнмерĕ.
Çуллахи кĕске каç питех тĕттĕмленмест. Вăрман çийĕн пĕр çĕрте кăвакарнă, тепĕр çĕрте шурăмпуç çути карăна та пуçларĕ. Шерккей патне Элентей пырса кĕчĕ.
— Эс мĕн, çĕр хута, çĕр хута канăçа пĕлмесĕр çÿретĕн?
— Çывăрас килмест. Выртса пăхрăм — ыйхăм вĕçрĕ. Атя, Тухса ларар.
Вĕсем иккĕшĕ лаç патĕнчи сак çине пырса ларчĕç. Элентей чĕлĕм тивертсе ячĕ. Вĕçĕмсĕр нăйăлтатакан вăрăм тунасем, йÿçĕ тĕтĕме пула, питех çулăхми пулчĕç.
— Вăрмана кайса килесшĕн. Вăрăмккуна парса ярăн-и?
— Хам каятăп, шăллăм, мана та вутă кирлĕ…
— Апла тетĕн. Каясси çинчен шарламастăнччĕ-çке?
— Кайса килес теп çав… Хăвăн ăçта вăрăмкку?
— Тÿрлетме салатрăм.
— Апла эппин, апла эппин çын хыçĕпе тына илесшĕн?
— Çынăннипе мар. Эп сан патна килтĕм. Тете эс манăн.
— Хм, пурпĕр мар-и вăл?
— Аптратмастăп.
Каллех явăнать чĕлĕмĕн кăвак тĕтĕмĕ. Çамрăксем сăвă каласа Вăтакас еннелле иртеççĕ. Вĕсен сасси таçтан илтĕнет. Элентей тетĕшĕн çÿренне мухтарĕ. Тухтар пирки ăш сăмах каларĕ, унтан:
— Кантюксем патĕнче пултăн-и? Иртнĕ вырсарникун, — тесе ыйтрĕ.
— Пултăм, хăйсем ятне килсе чĕнчĕç. Кĕрчеме, кĕрчеме ĕçтерсе ураран ÿкерчĕç, ами.
— Апла тетĕн. Хăнана çÿретĕн иккен. Тем çывăх курчĕç ĕнтĕ сана?
— Çавăн пирки пуç çавăрмастăп-и? Темшĕн чĕнтерчĕç, Мăххитпе иксĕмĕр пĕлмесĕрех юлтăмăр.
— Мăххитпе иксĕмĕр тетĕн. Хăнисем йышлăччĕ пуль?
— Мĕн хăни унта! Çемлемир килнĕччĕ. Çав ятпа пичке пуçларăмăр терĕç. Мĕн ентĕ, Усалук пынăччĕ, чĕнтерсех пуль. Элюккапа Нямаçĕ тата эпĕр, Мăххитпе, Мăххитпе, урăх никам та çукчĕ.
— Элюккапа Мăххит унта пулĕç-ха. Сана мĕншĕн кĕ-рекепе чыслаççĕ?
Шăллĕ тем иккĕленни Шерккее кĕрĕпех ăш хыптарчĕ.
— Апла-капла темĕн калаçмарĕç те, — куçне мăч-мăч хупкаласа уçрĕ вăл. — Элле мĕнле те пулин сăлтав пур тесе шухăшлатна?.. Элюккапа Мăххите мĕншĕн чĕнтернĕ пуль тетĕн вара?
— Мĕн мĕншĕнни пултăр? —терĕ Элентей лăпкăнах. — Кантюк папай сăлтавсăр хăна кĕртмест. Çĕнĕ Ырра çавăрса илчĕ. Çав кăна. Çемлемир тетĕн. Вăл çемскипе ĕç пĕтерме пулаканĕ, Элюккапа Мăххит-и? Вĕсем Çĕнĕ Ырра сутакансем.
— Ах, ытла та эс, Элентей, туман тихан пилĕкне ан хуç-ха, — ĕнси çине ларнă ÿпрене çиллессĕн çапса илчĕ Шерккей. — Çĕнĕ Ырă вăл—таса вырăн, çылăх ăна сухалама, унта суха касси те витмест.
— Санăн витмест. Шăлу та витмест санăн. Хытаймасăрах çĕрĕшнĕ. Кантюк папайсен тимĕр акапуçĕ вăрман кăклать. Ав, куратна, — хĕвелтухăçнелле кăтартрĕ Элентей аллипе тăсса, — Хăвалăхра вут çутисем йăлкăшаççĕ. Кантюк папайсем вĕтлĕх касса çунтараççĕ. Сакăр лаша сухалать, Эс пур — суха витмест тетĕн! Хура карта çавăрать. Ĕмĕрлĕхе. Куршанкă таран. Çĕр ана ытла пулать.
Шерккей куç чарса итлерĕ Элентее. Апла иккен. Кĕрекере ларнă чух Куршанкă ярне асăннине илтсеччĕ те-ха. Сухалама, чăн та, тухрĕç пулсан, Элентей тĕрĕсне калать пуль. Ĕçлеччĕрех, тепĕр тесеи. Кантюк Çĕнĕ Ырра ĕçе кĕртнĕшĕн Шерккейпе Элентей çăварне пыл та çу кĕрес çук. Çапах та:
— Ав мĕнле иккен, — терĕ Шерккей сăмахсене тăсарах. — Эппин, çемлемирĕ те çавăншăнах килчĕ пулать-и? Ăсу кăна кайтăр çав. Çийĕнчех епле тавçăрса илĕн вĕсене…
— Ха! Эс ăна икерчĕ çиме çÿрет тесеччĕ пуль-ха? Вăл юрĕ тейĕпĕр. Санпа мĕн пирки тупăшмалла вĕсен?
— Чăн калатăп, шăллăм, нимĕн пирки те тупăшмалла пулмарĕ. Ахаль, пит хапăл туса, хапăл туса йышăнчĕç ĕнтĕ. Эпĕр пĕр кĕрекере лармалли çынсем теççĕ. Карчăкĕ вара сана та чĕнтермеллеччĕ тесе асăнчĕ, мĕншĕн çап-лаччĕ-ши, пĕлеймерĕм.
Элентей пĕр кăна шухăша кайса ларчĕ. Сÿннĕ чĕлĕмне тепĕр хут тултарчĕ те ăвăпа тивертрĕ. Унтан сасартăк Шерккей еннелле çаврăнчĕ.
— Хăрах туртана мăшăр тевĕш[i] карма кирлĕ те мар. Вĕсем пĕлмесĕр хăтланмаççĕ.
— Тем пирки каласшăнччĕ ĕнтĕ эс? —тĕшмĕртеймерĕ Шерккей.
— Эс унта пултăн. Мана вĕсем мĕншĕн чĕнччĕр? Вĕсем мана чĕнсен те курнăçтарасшăн кăна чĕнме пултараççĕ. Элентей вăл усал, Çĕнĕ Ырă пирки халăх çинче урлă сăмах хускатĕ, унăнне те чĕлхине çу сĕрес тенипе çеç чĕнме пултаратчĕç. Урăх ним пирки те асăнмарĕç пуль унта?
— Асăнмасăр! Калаçса лартăмăр ĕнтĕ. Атьсене те пурне те асăнчĕç, лайăх атьсем теççĕ. Селимене те асăнчĕç. Чипер хĕр пулса çитĕнет тет вĕсен карчăкĕ…
Элентей анаслам пек тунă çĕртен чарăнса тăчĕ, унтан тетĕшне куçран витерсе пăхрĕ. Самай вăхăт иртсен çеç сăмах хушрĕ.
— Апла-и?., Ха-ха-ха! —пĕтĕм урама илтĕнмелле ахăлтатса ячĕ вăл; хăрах куçне хĕсе-хĕсе Шерккее тинкерчĕ. Мĕскĕн Шерккейĕн çÿçĕ тăраткаланса кайнă, мăйăхĕ те тути тăрăх пĕтĕрĕнсе тăмасть, мунчала пек усăнса аннă, Элентей ун çине чалăшшăн пăхкаласа кулни ăна виртлесе тăрăхланă пек туйăнчĕ. Элентей çаплах ахăлтатма чарăнмарĕ, çав хушăрах йĕплĕ сăмахĕсене те суйлама ĕлкĕрет: — Кĕрекене илем кĕртме чĕнтернĕ тесе тăраттăнччĕ пуль-ха? Мĕлке пуç! Ют сĕтелсем тăрăх куçна сутса çÿретĕн… Нямаçĕ те санпа чĕлхе çурĕ пуль-ха? Ха-ха-ха! —çаплах кулчĕ Элентей. Ун куçĕнчен куççуль те пăчăртанса тухрĕ. Каçхи лăпланнă çанталăкра кулли таçта çити ян каять.
Шерккейĕн куласси килмерĕ. Кирек мĕн каласа-хăртса тăксан та, вăл та чĕресĕр çын мар. Мĕн кулмалли пур унран? Ĕнтĕ шăллĕ тенипех ăна кÿренме пĕлмĕ-и вăл? Элентее йывăра илнĕ кăмăлпа пăхса, Шерккей ура çине тăчĕ. Шăллĕ пысăк çăпаталлă урисене шăнăрлантарса тăсса ячĕ, пуçне кăшт каялларах тытрĕ, çĕрте выртакан улăм пĕрчине пĕшкĕнсе илчĕ, ăна пĕр аяккинчен чĕрсе, сайра шăл хушшине тасаткалама тытăнчĕ. Юнланнă сурчăкĕпе улăмне вăл çиллессĕн сурса пăрахрĕ.
— Тете, — çывăхарах ларчĕ Элентей. — Çилленетĕн мана. Нарастаран çилленетĕн. Хутна кĕрсе калаçнăшăн. Тăвансене ун пек килĕшес çук… Кантюк папай та, Нямаçĕ те иккĕш икĕ усал. Усалăн тирне утмăлăн сĕвеймĕн. Ан кĕр вĕсен танатине…
— Эс çавăншăн манран кулатна, шăллăм, шăллăм?
— Çавăншăн тетĕн? Хăвах чухлама кирлĕ! —Ытти сăмахсене Элентей ытла шăппăн каларĕ. Шăппăн каларĕ пулсан та, Шерккей ăна пĕтĕмпе илтрĕ. Хĕсĕк куçĕ чарăлса кайрĕ унăн, çурăмĕ тăрăх темĕн сăрăлтатса иртрĕ,
«Мĕн кирлĕ мара сÿпĕлтететĕн? »—тенĕ пек пăхса илче те хăй çав вăхăтрах хăраса ÿкрĕ.
— Эс… эс… мĕн-и… — тем каласшăн пулса такăнчĕ Шерккей.
Элентей нимĕн пулман пек ура çине тăчĕ, çывăрас килнĕ чухнехи пек карăнса анасларĕ, пилĕкĕнчен аллипе тытса, урамалла пăхрĕ.
— Хальччен сана хаяр сунман, — терĕ вăл, сăмахĕсене яланхи пек татса. — Енчен эс Кантюк папайсем патнелле йĕр хыва пуçласан, —илтнĕ пул — атте çуртне тĕп тăватăн. Ун чух сана хам та тăванăм тесе тăмăп… Вăл хăй кунне курас çын. Хăй ĕмĕтленнине туптăр… Эп кайрă. м… Апла ыран вăрмана пĕрле тухăпăр-и?
— Илсе кай вăрăмккана, илсе кай, эп ниçта та каймастăп! — тарăхса, сăмах хушрĕ Шерккей, хăй каллех тенкел çине ларчĕ.
— Ĕрехмет, шăллуна хисеп тунăшăн.
Вăрăмкка урапи пус тараси патĕнче. Элентей енчен енне сулăнкаласа çавăнталла пычĕ. Сарлака аллисемпе вăрăмккана туртисенчен тытса, ним мар шăлтăртаттарса кайрĕ. Тикĕт сĕрмен кустăрмасем чĕрене çурса ярассăн йынăшса çаврăнаççĕ.
Нимĕн пирки шухăшлама аптранă Шерккей хăйĕн шăллĕ уттине вăрахчен пăхса ларчĕ. Вăл лайăх астăвать-ха Элентей утма вĕреннине, Шерккей хăй ун чухне çиччĕ-реччĕ. Элентее амăшĕ: «Тен-тен-тен», — тесе уттаратчĕ.
Тĕрексĕр пĕчĕк ача, иккĕ-виççĕ ярса пуссанах, çĕре ÿкетчĕ, каллех тăрасшăн пулса, кăшкăрса йĕретчĕ. Утма вĕрентесшĕн пулăшма пыракансене хăй яхăнне ярасшăн марччĕ, ура тапса кутăнлашатчĕ. Вăтăр çул иртрĕ иккен çавăнтан вара. Шерккей çапах та паянхи пек астăвать… Халь, ав, Элентей хăй мĕнлерех калаçать? Ăçтан ăс çитерет? Е, чăнласах та, тăванла хута кĕрсе, вăхăтра инкекрен хăтарас ĕмĕтпе каларĕ пулсан?.. Кирек мĕн пулсан та, шăллĕ сăмахĕ пирки вăл никампа та калаçмĕ-ха, хăй тĕллĕн кăна шухăшласа пăхĕ,
Шерккей кĕпи çаннипе çамкине шăлса илчĕ. Шăмшакĕ йывăрланнă пек пулчĕ унăн. Вăл пуçне пĕрре пĕксе, тепре каçăртарах тытса, тутине шăлĕпе çырта-çырта хĕсрĕ, ыратнине çапах та туймарĕ. Янавар! Çак яхăнта ăна: «Эс, Шерккей, тăр-ухмах иккен», — тенĕ пулсан, вăл хăйне самай çăмăлтарах туйнă пулĕччĕ. Шерккей ăссăр теместчĕ-ха хăйне, ăссăр тесе каланăшăн тăр-ухмах кăна çилленме пултарать. Унран хăйĕнчен те-ха ялта нумайăшĕ канаш ыйтать. Шерккей ăнсăртран çĕрелле пăхрĕ. Ури умĕнче тислĕк нăррине курах кайрĕ. Йăлтăркка çурăмлă тăсмака нăрă, çăмламас урисене пĕр-пĕринчен аран ирттеркелесе, паçăр Элентей пăрахнă улăм пĕрчи патнелле хăвăрт-хăвăрт йăраланма тытăнчĕ. Улăм пĕрчи патне çитрĕ те урлă каçаймасăр тертленчĕ. Шерккей пĕшкĕнчĕ, улăм пĕрчине илсе пăрахрĕ. Нăрă хăй çулĕпе хăвăрт-хăвăрт йăраланчĕ. Шерккей ун çине пăхатчĕ пулин те, нăрра урăх асăрхамарĕ, тĕрлĕ шухăш ан тарăхтартăрах тесе, пÿртне кĕчĕ.
Çамрăксем вăйăран шавлăн таврăнатчĕç.
Xıı. Кĕтмен пăтăрмах
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Шерккей алăк чĕриклетнине илтсе вăранчĕ; пÿрте Селиме кĕчĕ пулмалла: кашма çийĕн утса иртнĕ пек, çапла çепĕç пускалать вăл.
Турат куçĕнчен кĕрекен хĕвел ури пăлтăра йăваш çутатать. Таçта шăна сăрăлтатни илтĕнет. Шерккей пуçне минтер çинчен çĕклемесĕрех енчен енне пăхкалать: алăк патĕнчи кĕтесре пĕр пĕчĕк хура эрешмен, хĕлĕх пек çинçе урисене сывлăшра вылятса, çÿлелле васкавлăн хăпарать. Ун картине хĕвел ылтăнпа çуса пĕветнĕ те, шăпах çавăн тĕлне шăна çакланнă. Эрешмен çав шăна патне çитеспе чарăнса тăчĕ. Чарăнса кăна та мар, тинкерсе пăхса тăчĕ пулас вăл. «Чее эрешмен епле савăнать, — шухăшласа илчĕ Шерккей. — Кур-ха эс ăна, хăйĕнчен пысăк шăнана меллесе тытать, çунатлă шăнана парăнтарать… Çынсем те çавăн пек çав тĕнчере, кам чеерех, çав çĕнтерет… »
Выртасси пит канăçлă та, выртнипе ĕç пулмасть. Шерккей тăрса ларчĕ, тутлăн карăнса илчĕ, унтан, пăлтăр алăкĕ патнелле пырса, алăка яри уçрĕ. Кун çутине пула ыйхăллă куçĕ йăмăхрĕ, вăл кăштах каялла чакса тăчĕ.
Çăмламас хĕрлĕ кушак, тултан кĕрсе, пуçне çĕклерĕ, вăрăм мăйăхлă сăмсине пăркаласа, тем шăршлакаларĕ, кил хуçине асăрхасан, çара уринчен сĕртĕнсе ачашланма тытăнчĕ. Шерккей пăртак пĕшкĕнчĕ те кушака çурăмĕнчен шăлса илчĕ. Кушакĕ хыттăн мăрăлтата пуçларĕ. Унпа çаплах йăпаннăшăн Шерккей хăйĕнчен хăй вăтаннă пек пулчĕ, вăртах çаврăнса картишнелле тухрĕ. Çăмарта туса аннă чăхă лупасайĕнче ян янăратса кăтиклетет. Хĕвел йывăç пÿ çÿллĕш хăпарнă та иккен! Вăл пур—халь кăна çывăрса тăчĕ. Иртерех вăранасшăнччĕ те, епле апла?
Шерккей куçкĕрет тарăхма тытăнчĕ: паян та вăл ирлесе вăраннăччĕ, халь тăрăп та вара тăрăп тенĕ çĕртех теплерен кăтăш пулнă та каллех çыхăнусăр тĕлĕксемпе аташса выртнă. Пуçĕ пăтавкка пек йывăр…
Пăлтăра тем манса хăварнă пек, Шерккей васкавлăн каялла кĕчĕ. Халь кăна урай çуса кайнă Селиме пÿртрен таса мар шыв тултарнă витрепе тухатчĕ. Ашшĕ, ун витрине ăнсăртран сĕртĕнсе, шывне тăктарчĕ, пăлтăр урайне йĕпетсе вараларĕ, хăй çапах та нимĕн пулман пек малалла иртрĕ.
Кĕтесри сак çинче Тимрук çывăрать. Тути хĕррипе сĕлеки юхса аннă. Ашшĕ, ун патне пырса, витĕннĕ чаппанне карт туртса сирчĕ. Тимрук шартах сиксе вăранчĕ.
— Кÿпчесе выртатăн, ханттар, тăр хăвăртрах!
Сиксе тăнă Тимрук хаярланнă сăнлă ашшĕ çине чăл-чал пăхкаларĕ,
— Тăр та, халех кĕреçе тытса, хире кайнă пултăр мана! Илтрĕне? Асту, сулланса ан çÿре унта, мыскарасем курса. Хăвăртрах таврăн! Илтрĕне? —тепĕр хут та ыйтрĕ ашшĕ.
Шерккей каялла çаврăнчĕ. Паçăрхи кушак ура айĕнчех явăнса çÿрет. Шерккей ăна хÿринчен ярса илчĕ те картишнелле тухсан, вăйна сулăнса, кушака пĕррех пÿрт пĕçме. хĕнчен çапрĕ. Кĕтесе юн сирпĕнсе тухрĕ. Янавар кушак пĕр хут кăна тискеррĕн макăрса яма ĕлкĕрчĕ. Шерккей ăна кĕлет патнелле ывăтрĕ, хăй пÿрте кĕчĕ.
— Эс мĕскер унта, ирлесе тем çуйăхатăн? — ыйтрĕ тĕпелте яшка антаракан мăшăрĕ.
— Ирлесе тетĕн… — мăкăртатрĕ упăшки, — кăнтăрла çитет, каларăм-ха, иртерех вăрат тесе…
— Вăратрăм. Ху айăплă. Икĕ хут та пырса вăратрăм, тăрăп тенĕ çĕртен тăмарăн.
— Çапла ĕнтĕ, хам айăплă… Ялан хам айăплă! Тыткалăп-ха сире пурсăра та! —тарăхса каласа хучĕ вăл. Кăшт чарăнса тăрсан, çывăрса тăнă Ильяс еннелле пăхрĕ.
— Чуп хăвăртрах, Тухтара чĕн, тимĕрçе кайса килмелле, — хушрĕ кĕçĕн ывăлне.
Ильяс хăйне тепĕр хут хушасса кĕтмерĕ.
Сайте сĕтел çине яшка лартрĕ, хытнă çăкăр татăкĕсем кăларчĕ, хăнăхнă май, сентре çинелле пăхрĕ — çăкăр çук. Тимрук килсе кĕчĕ. Ун хыççăн Селиме шыв ăсса килчĕ: пит-куçĕ унăн темпе пăшăрханса хыпăннăн курăнать. Ильяс каялла таврăнчĕ.
— Атте, — терĕ вăл хăранă сасăпа, — пирĕн кушака тем пулнă, вилет, чĕп-чĕрĕ юн, кĕлет умĕнче урисене тăскаласа выртать.
Ашшĕ куç харшине усăнтарчĕ.
— Пĕттĕре! Ытлашши пыр усрама элле кнеçсем мар-ха эпĕр.
Ильясăн çавăнтах ик куçĕнчен куççуль шăпăртатса анчĕ. Кушака пит юрататчĕ вăл. Çывăрас умĕн те ăна хăйпе пĕрле илсе, кĕпи çухи хушшинчен пуçне кăларттарса выртатчĕ. Ашшĕ килти кушака хĕрхенменни ача чĕрине çак самантра калама çук кÿрентерчĕ.
— Çитĕ, çитĕ нăшăклатма, шĕшлĕ! Хам вĕлертĕм ăна… Ак кĕркунне ху валли хăлхаллă çĕлĕк çĕлетсе парăп…
— Тем пулчĕ ĕнтĕ сана капла? —йывăра илнĕ кăмăлпа сăмаха хутшăнчĕ Сайте, — ĕнер çăкăра питĕрсе илтĕн, паян кушака, ытлашши пыр тесе иккен, çапса вĕлертĕм тетĕн, ыран—тĕнче курать — хамăра та черет çитет пуль?
Сайте, тарăннăн ахлатса, аллинчи йывăç кашăксене сĕтел çине пăрахрĕ, каллех тĕпелелле кĕрсе кайрĕ,
— Юрĕ, питех нăшăклатмасан та юрĕ тетĕп! Пурсăр та кăтартма та ăс пама пăхатăр, мĕн тумаллине хамах пĕлетĕп. — Шерккей майĕпен çеç сулăнкаласа лаххан патне пычĕ, тăм кăмкана ÿпĕнтерсе, питне-куçне çурĕ, кăмака умĕнчи çакмаран чĕнтĕр вĕçлĕ пнтшăллн илчĕ, шăлйнма-сăр пăхса тăчĕ.
— Ăçта леш, кивви? Çĕтĕлсе пĕтменччĕ-çке вăл?
— Унпа чашăк-тирĕк çăватпăр, шăлăн çавăнпа.
— Упрама пĕлместĕр япалана, чашăк-тирĕке ăна мунчалапа çумалла.
Шерккей, питшăллине ун-кун пăхкаласа, чĕнтĕрĕпе кăна шăлăнам пек турĕ, мăйăхĕ те, тăнлавĕ çинчи çÿçĕ те йĕпен-нипе çаплах йăлтăртатса тăчĕ. Пиçиххинчи çăраççине салтса чăлана тухрĕ, çăкăр илсе кĕчĕ. Çăкăр сăмсине касса, вăл хăй умне хучĕ, ташлама чĕлĕпе тепĕр çÿхе чĕлĕ туса, çурмашар касрĕ те сĕтелĕн тепĕр енне хурса тухрĕ. Пуçланă çăкăрне каллех илсе кайрĕ, часах таврăнчĕ. Вăл пÿрте кĕнĕ чух Селимепе амăшĕ тем пирки кулкалатчĕç те — шăпăртах пулчĕç. Кил хуçи хăй вырăнне пырса ларчĕ, ыттисене те сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ.
Çуллахи яшка, хăймине пуçтарнă сĕтпе шуратнă пулин те, хăйне кура техĕмлĕ. Шăранса пиçнĕ çамрăк сертепе пултăран çăварта хăйсем тĕллĕн тенĕ пек ирĕлеççĕ. Шерккей пысăк кашăкпа çиет, таçта кайма хыпаланнă пек, шавлăн сыпса çăтать вăл шÿрпине. Тимрук, ашшĕне курмах, шавлăн сыпать. Иккĕшĕ вĕсем кашăкĕсене сĕтел çине хумасăр çиеççĕ. Ыттисем вара тирпейлĕн те шăппăн апатланаççĕ. Селиме, тăван килĕнче пулсан та, хăйне ларма хĕр пек тыткалать. Апатланасси çапла пĕр сăмахсăр пит салху иртет.
Тухтар килсе кĕчĕ. Сайте ăна сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ. Тухтар килĕнче çикелерĕм тесен, урăхран ăна ларма хистемерĕç. Селимен пит-куçĕ сисмен хушăра пĕçерте пуçларĕ, хĕрлĕ сăн карса илчĕ ăна. Юрать-ха, çавна Тухтартан урăх ыттисем асăрхамарĕç.
— Сана чĕнтерес тесе, Ильяса тин çеç каласаттăм-ха, — терĕ кил хуçи, — тимĕрçе çитсе сÿрене тимĕр шăл ларттарасчĕ, йывăç шăллă сÿрепе Кăршари тăмлă тăпрана тĕпретме кансĕр.
— Ĕçлетчĕç пулмалла-ха тимĕрçĕре, алăкĕ уçах тăратчĕ… Çакна пĕлес терĕм-ха, мĕскер унта, сирĕн хапхăр айĕнче, ывăспа темтепĕр лартса тултарнă…
— Ăçта? Мĕнле ывăс?..
— Тем тухатланă пек туйăнчĕ мана.
— Ак тамаша!
— Эпĕ те куртăм-ха ăна та, — терĕ Селиме, — ача-пăча вылямалла хăтланнă пуль терем, сăнаса пăхмарăм та.
Aпатланасси вăхăтсăрах татăлчĕ. Çăварĕнчи чăмлакне ниçтан çăтса яраймасăр Шерккей вăрахчен тертленчĕ. Алăкран тухсан тин вăл сывлăш çавăрчĕ. Çил хапхи леш енче чăнласах тем пуррине асăрхасан, куçне чарса пăрахрĕ. Çав япала, тен, паçăрах пурччĕ пуль, епле хăй курмарĕ-ха ăна?
Хĕрри çунса кăмрăкланнă ывăс çине темтепĕр хурса тултарнă; унта çÿç пайăрки те пур, тăмран туса хытарнă чăкăт та, тăпра муклашки те, тĕрлĕрен пĕрчĕсем те; ывăсăн чи варринче тăхланран шăратса тунă мăкла качака пур, ăна çиелтен мунчала ашăкĕпе витнĕ, çĕрĕшнĕ кантрапа ывăс тыткăчинчен çыхса хунă. Ывăс аяккинче, пĕр хĕрринче, çăкăр хытти выртать, йывăçран касса ăсталанă пĕчĕк чĕресе ука çиппе кăшăлланă, чĕреспе темиçе сум нухрат укçа янă. Тата ытти çавăн майлă ăпăр-тапăр тултарнă.
Шерккей, хапха уçса урам енне тухма хăяймасăр, çĕрелле кукленчĕ, ывăс çинче мĕн пуррине хăй куçĕпе хăй курать пулин те, шанмасăр тĕлĕнсе те шикленсе пăхса тăчĕ. Унпа юнашар — Сайте, Селимене Тухтар, Ильяс — вĕсем кукленмесĕрех пăхаççĕ, Тимрук урам еннелле тухасшăнччĕ— ашшĕ кăлармарĕ: тухатланине сирмесĕр хапхаран тухма юрамасть. Тухтарпа Селиме паçăр ăна-кăна пăхмасăрах хапхаран иртсе çÿренĕ иккен те, апăс инкекĕ халь шăпах вĕсен тÿпине ÿкме пултарать, анчах кирек мĕн каласан та, çак киревсĕр япалана Шерккей çурчĕ умне килсе хунă-ха, пĕтме маннă тухатмăшĕ тем хайлапа çапла пăсасшăн çÿрет.
— Асьялти Ухиме карчăка ăста чĕлхеçĕ, теççĕ, çав сирме пĕлсен кăна ĕнтĕ, — чĕтреве ÿкнĕ сасăпа канаш ыйтрĕ Шерккей.
— Унтах çитмелле-ши вара? Шерпике акая чĕнĕпĕр те, ĕçĕ иртсе кайĕ.
— Хă, çав непсĕсĕр çынна! Çÿпçÿ ытла тулли пуль апла сан?
— Ухимене памăпăр тетнем?
Арăмĕн вырăнлă сăмахĕ Шерккее ирĕксĕрех кунăçтарчĕ.
— Вăл çаплах ĕнтĕ, — çăмламас ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçкаларĕ вăл; унтан, пуçне кăшт çĕклетсе, ачисем еннелле çаврăнчĕ, — эсĕр халь унта-кунта хĕвĕшсе ан çÿрĕр, пÿртре текех ларăр, тухса çÿреме юрамасть.
— Шерпике акая мĕнле чĕнĕпĕр?
— Ытах… мĕн-и, хам кайса чĕнес… Çуран каяс мар, -лаша утланас та… Хапхаран тухма çук тата. Хÿмене леш, варринчи тăрăха сÿтсен… кайран-кайран пуçтарасси е сÿт-меллĕх пулать-ши, мĕнле канаш парăн, мăшăрăм?
— Кун пек йĕркене эп пĕртте пĕлместĕп, — тÿррĕн каласа хучĕ Сайте.
Пăртак шухăшласа тăнă хыççăн Шерккей çапах та майне тупрĕ. Хÿме сÿтме килĕшмерĕ вăл. Кукленсе ларнă çĕртен çĕкленчĕ те витене кайрĕ, лашине çавăтса пăлтăра туртса хăпартрĕ. Ашшĕ çапла хăтланнине курса, Тимрук лĕкĕртетме пăхрĕ. Йĕрсе ярасса çитнĕ ашшĕ ун еннелле çаврăнчĕ те çыртса хĕснĕ шăл витĕр йĕплĕ сăмахсем сăрхăнтарчĕ.
— Шăл йĕретнем, айван ачам? —терĕ вăл. Тимрук çавăнтах тутине хĕсрĕ, ашшĕне хĕрхеннĕ кăмăлпа пăхрĕ.
Лаша, хăйне утланнă хуçине çĕклесе, крыльца пусмисем тăрăх кутăнлашса та пулин урамалла анчĕ. Юрать-ха, çав вăхăтра урамра кÿршĕ куçсем хуралламарĕç. Шерккей, пăшăрханан чĕрине хытарса, анаталла тĕк татнă пек вĕçтерчĕ. йăмра тăрринчи курăксен йышлă ушкăнĕ ун хыççăн хыттăн та харăс-харăссăн кранклатрĕ.
Сайте хăйпе пĕрле юлнă çынсене пÿрте ертсе кĕчĕ. Ачасем вăрахчен сăмах чĕнмесĕр тăчĕç. Кăштах вăхăт иртсен тин çак кичем шăплăха Ильяс пăсрĕ:
— Анне, кам ăна çапла тăвать? — ыйтрĕ вăл тухатланă пирки.
— Камне кам пĕлет, ачам. Йĕрне тăвар сапса хăварман-çке.
— Тухатмăш çапла хăтланать, — пĕлнĕ пек каласа хучĕ Селиме.
— Пирĕн ялта пур-и çав… тухатмăшсем?
— Пур пуль çав,
— Мĕншĕн çапла тăваççĕ, анне? —тĕпчеме чарăнмарĕ Ильяс.
— Пăсасшăн. Пире мĕнле те пулин инкек сунаççĕ, ачам…
Шерпике хăйне нумайччен кĕттермен иккен. Шерккей пынă вăхăтра вăл каç курнă тĕлĕк тупсăмне тĕпчесе пĕлнĕ те-мĕн, хăйсем умне тумлансах тухса ларнă. Тĕлĕкĕ Шерккей пырса чĕнессе пулнă имĕш.
Шерккейĕн çавăн пек хур пулнине илтсен, Шерпике ик аллипе пĕççине шарт çапа-çапа тарăхрĕ, куçа курăнман пĕтĕм усал-тĕселе ылханчĕ, çĕрле йыт-качкасемпе çуртсăр кушак-кайăксене тĕл пулман-и тесе ыйтрĕ. Мурĕ пĕлсе
çиттер-и унта мĕн пулнипе пулманнине, ахаль куçпа нимĕнех те курмарăм тесе пĕлтерчĕ Шерккей. Çапах та пăсни пур-ха, камăн та пулин хаяр алли хура инкек леçсе хăварнă. Çавăн пек чухне çын хутне кĕмесен, тĕнчере çынпа çын пурăнать-çке? Шерпике халех чĕлхеçĕ пулса инкеке тавăрма килĕшрĕ.
Шерпике, хăй вăхăтĕнче качча каймасăр юлнă хĕр, çулĕпе хĕрĕх урлă каçнă пулсан та, унталла çитмен-ха тет вăл хăйпе калаçакансене. Мĕн ачаран хыткан та йĕркесĕртерех ÿснĕскер, хăйне кун курмалăх чеелĕхпе çитернĕ-ха вăл; малтан тĕлĕк тупсăмĕсене чухласа, каярахпа вĕрÿсуру такмакĕсене тĕшмĕрткеленипе, тĕпчесе-пĕлсех кайман кÿршĕ-аршă хушшинче хăйне кура чапа тухнă та, халь те пулин çавăнпа славин тăранкаласа, Анаткасри пĕчĕк пÿртре пĕр-пĕччен пурăнать.
Урампа иртен-çÿренсем, Шерккей тĕлне çитсен, тек чарăнаççĕ. Шерпике вĕсене ырăпа пăрăнма ÿкĕтлерĕ. Шерккей, лашине каллех крыльцаран кĕртесрен именсе, пахчари курăк çине пĕксе ячĕ.
Шерпике çил хапхи айне пырса пăхрĕ, хăй тĕллĕн тем мăкăртатрĕ. Унтан, пăрăнса, крыльцаранах пÿрте кĕчĕ, кил хуçине хăй хыççăн уттарчĕ. Шерпике, пÿртрисене сывлăх-мĕн сунмасăрах çÿп шăтăкĕнчи шăпăра тытса, аллисене шăлкаларĕ, çапла майпа вăл аллисене тасатам пек турĕ, шăпăрне кравать патнелле ывăтса ячĕ те, енчен енне çаврăнса, виçĕ хут сурчĕ. Çавăн хыççăн тин хăйне пăхса тăракан кил хуçи арăмне асăрхарĕ.
— Сайте аккам, чысăм пулмасан та, сăвапăм çиттĕр, хаяр ĕçĕмре ырă сунас кăмăлăм виттĕр… Каласамăр чăннипе, çуртăрта тÿркĕллн тавраш çук-и?..
Тем каламалла ĕнтĕ ăна хирĕç? Сайте аптраса тăчĕ.
— Тÿркĕлли çук-и тетĕп сирĕн çуртăрта? —каллех ыйтрĕ Шерпике, хăйпе калаçманнине кура хистенĕрех сасăпа.
— Мĕн тÿркĕллийĕ тата? Ун пеккине илтсе те курман эпĕ.
Шерпике тÿркĕлли мĕн иккенне ăнлантарса пачĕ. Вăл, амăшĕсем хăйсен чи юратнă хĕрне качча панă кун çĕнĕ килйышра çĕнĕ çынна ялан хисеплĕх те килĕшÿ пултăр тесе, пехиллесе парса яракан йĕрĕх пукани иккен. Ун пеккине улт-çич сыпăкран ытла тытма юрамасть имĕш, кайран вăл çурта та, çурт хуçине те инкек хыççăн инкек кÿрекен пулать, тет.
— Çук ун пекки, — терĕ Сайте. — Пирĕн аннен те, асаннен те пулман ун пек йĕрĕх тавраш.
— Ун пекки çукки лайăх та. Эппин, санăн ак çакна
тумалла пулать, — хушма тытăнчĕ Шерпике. — Кăмака умĕнче çатмапа шыв вĕрет, çĕлен çип сĕвемĕ хатĕрле, тĕпел кукăрĕнчи кравать çине тÿшек сар, тÿшек пуçне ачу-пăчусен кашнин пĕрер япалине хурса тух, турчкуна хутман кăмакуна чик, тата Кĕтерне патшан мăн пăхăр укçи хăвăрăнах ал айĕнчех пулсан, пит аванччĕ те, ĕнтĕ хамăн-нипе те майлаштарăп-ха, — умăмра пĕр чĕлĕ çăкăр пултăр…
Шерккей килсе кĕчĕ.
— Санăн, хуçа, — кил хуçи еннелле çаврăнчĕ Шерпике, — халлĕхе пÿрте кĕмелле марччĕ-ха, пăлтăра тух, алăка сыхла, пĕр çынна та, пĕр кушака та кĕртнĕ ан пултăр. Ыттисен кунтан мĕн ĕç пĕтериччен те тухма юрамасть.
Йĕрке чăнласах та юмăçланă чухнехи пек туйăна пуçларĕ. Сайте хăй упăшки урлă çăкăр касса кĕчĕ, унтан, çатмапа шыв лартса, кăмака анинче вут чĕртсе ячĕ. Ентĕ юмăç мĕн хушнине вăл пĕтĕмпе туса тăчĕ.
Шерпике, çиелти кĕпине хывса, ăна хыçлă тенкелрен çакрĕ, сайра çÿçне тустарчĕ, çăпатине салтса чăлхине хыврĕ те тÿшек çине хăпарса ларчĕ. Урисене хĕреслĕн хуç-латрĕ вăл, çурăмне пĕкĕ пек пĕкĕрĕлтерчĕ, ахаль те пĕчĕкрех курăнакан пĕвĕ-сийĕ хутланнипе тата ытларах пĕчĕк-леннĕн туйăнчĕ. Унтан вăл, çĕлен çип вĕççĕн юмăç укçи çыхса васкамасăр суллантарнă май, тем мăкăртатма тытăнчĕ.
Пÿртрисем пурте шăп, юмăç мĕнле вĕрсе çурнине пĕлес те ăнланас тесе мар, пуринчен ытла курас тесе пăхса тăраççĕ. Сайте çатма лартса пачĕ. Юмăç унран ачисен ятне ыйтрĕ те хăйĕн сăмахне кĕçĕн ачинчен пуçларĕ. «Ильяс терĕм, Ильяса Илен кÿлли инкекĕ ан çиттĕр… »— малалла сăмахĕсем илтĕнмерĕç, унтан Тимрука тимĕр хулли ан тивтĕр. Селимене Сĕве синкерĕ ан силлетĕр тесе, пĕрин хыççăн теприн ятне асăнса мăкăртатрĕ, хуçисем валли аслă пÿлĕхрен ырă кунçул йăлăнса тархасларĕ. Çуртри кашни çыннах çапла асăнса тухрĕ. Тухтар пирки кăна пĕр сăмах та каламарĕ. Пăхăр укçи майĕпен çеç сулланнă май çатма хĕррине хурса тухнă япаласем патнелле туртăнать, вăл шăпах пĕр çыхăран сĕртĕнет. Юмăç, укçине суллантарма чарса, çав япалана салтса пăхать — саппун иккен, кăкăрлăх хĕррисене хĕрлĕ пусмапа пÿкнĕ шурă саппун. Юмăç мелке пек туснă çÿç витĕр хăй умĕнчи çынсене пăхать те пĕле тăркачах: «Çак кам япали? »—тесе ыйтать. Селиме саппунĕ ĕнтĕ.
Юмăç пĕр авăк хашлатса та ахлатса сывлать, тутипе вĕрсе аяккинелле сурать, унтан, хăй тĕлĕнчен çÿçне кăштах
сирсе; «Селиме, çак чĕлĕрен пĕр татăк çăкăр çи, — тесе, çерçи пуçĕ пысăкăш çăкăр хуçса парать, — аçу калас сăмахран ан тух, пике, кирек хăçан та ăна итленĕ пул», — тесе хурать. Селимене кăшт иментерет юмăç сăмахĕ, вăл халь те ашшĕ-амăш сăмахĕнчен тухмасть-çке, хăй хыçĕнче тăракан Тухтар енне çаврăнса пăхать, çăкăр татăкне хыпать те чăмласа ярать.
Юмăç çатмари шыва тинкерет, ăна каллех укçипе хум-хантарса шыва çăкăр тĕпретет, хай çаплах паллă мар сăмахсем мăкăртатать. Калас сăмахне пĕтерсен, тÿшекĕ çинчен ялт сиксе анса, урайĕнчи шăпăр çине тăрать, пуш кăмакана турчăкапа пăтратать. Унтан пăвăнса тухакан сасăпа:
— Усал-синкер, тух! тух! Çак килйыша ырă кун пар, пархатар кÿр, аслă Пихампарăн сăвапĕ çиттĕрех мĕскĕнсене! — тесе, çатмари шыва шăнăрĕ çине сапать, шăпăрĕнчен тĕрлĕ еннелле шывне сирпĕтет, кайран Шерпике, çав шăпăра чăмăртаса тытса, кăмака картлашкинчен шăрпăк илет те çара пуçăн, çарран пÿртрен пăлтăралла тухса каять. — Шерккей хуçам, ут ман йĕрпе, — хушать вăл çак ĕç пĕтессе кĕте-кĕте аптранă Шерккее, хăй вара—лара-тăра пĕлмен хĕрача тенĕн — хапха патнелле вирхĕнет. Унта инкек карнă ывăçа, вутран хăранă пек акăш-макăш сыхланса, аллисемпе ярса илет, ывăс айне шăпăрпа шăл-калам пек тăвать, вара, вĕрлĕк хапхана уçса, шăпăр çине хунă ывăса ик аллипе ярса илет те ун çинчи пĕтĕм «туприне» пахчаналла илсе каять. Шерккей ун хыççăн, вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа, аран ĕлкĕрсе пырать.
Пахча варринче йĕтем. Çав йĕтем хĕррине çитсен, юмăç сасартăк чарăнать, çÿçне икĕ еннелле уйăрса тавраналла пăхкалать, катăк чĕрнеллĕ пÿрнине тăсса, вăрман енпе кăтартать.
— Шерккей хуçам, — тет вăл çурăмне кăшт пĕкĕртсе, — сире, ав, çав енчен хура инкек кĕтетчĕ. Ун çулне каялла тавăрас тесе, хам пĕлнĕ пек тăрăшрăм, каялла тавăртăм. Çав инкек вырăнне халь сан çуртăнта ырлăх та сăваплăх пулмалла. Эс курмастăн, эп куратăп; ак çак анат енчен, пĕлместĕп, инçетрен-тĕр, чухланипе калатăп — сакăршар çурт урлăран сакăл ураллă хура утсемпе килсе сан çуртăнта сарпике шырĕç. Вĕсем сан ятна астăвĕç. Хăвна хисеплекен-чыслакансене хирĕç ан пул ун чух, Шерккей хуçам, вĕсем сан çуртна хăйсемпе пĕрле мул кÿреççĕ. Усал-тĕселе сирнĕ чух ман тĕле Селиме саппунĕ тухрĕ, çавăнпа чухлатăп, — терĕ те Шерпике, сывлăшне тарăн çавăрса, сурчăкне сирпĕте-сирпĕте, малалла каласа кайрĕ: —Хĕрĕхшер
кун иртсен, сан патна хĕр çураçма йыхравçăсем — хĕрлĕ каччăсем килĕç, вĕсене чыспа йышăн та хисеппе ăсат. Ан пÿл вĕсен ĕмĕтлĕ çулне, пуянни суйласан — ан вĕçерт. Пулас хурăнташусен ячĕпе çын куç умне вăтанмасăр курăнмалăх санăн тумланма туму пулĕ, çимÿ умран юлĕ, — юмăç çавăнтах çĕре лартнă ывăс патнелле пĕшкĕнчĕ те çÿç çыххине ярса илчĕ, — тыт ак çакна, çунтар та кĕл туса вĕçтер тата ак çак пĕрчĕсене йĕтем тавра сапса тух. Йĕтемÿ тырă кăшăлĕпе çаврăнтăр… Çак мăкла качакана инçетелле ывăтса яр, çуртăнта качака тавраш мар— кĕшĕлех выльăх-чĕрлĕхÿ пултăр.
Кил хуçи, çав юмăç аллинчен тăхлан качакана илсе, тăкăрлăк еннелле вăйĕ çитнĕ таран вăркăнтарчĕ.
— Ме, тата çак ывăçа та çунтар…
Шерккей пĕр ывăç кивĕ улăм пуçтарчĕ те чĕртсе ячĕ. Юмăçран илнĕ ывăçа çурмаран çурса вут çине пăрахрĕ. Ывăсĕ варринче шăпах виçĕ шăтăк, шăтăкĕсене пăшатанпа шăтарнă. Шерккей çак ывăса таçта курнă пек асне илчĕ, вăл ăна вут çинчен каялла çĕклесе пăхасшăн та туртăнчĕ, анчах ывăс çуркамĕсене тĕрлĕ енчен вут явса илнĕччĕ, çапла пăхаймасăрах юлчĕ, ăçта курнине асне илме те çийĕнчех пултараймарĕ.
Çапла мĕн çунаканне çунтарса, çунманнине ывăтса пĕтерсен, юмăç пăхасси те иртрĕ. Шерккей чĕри тинех лăпланчĕ. Çак кăптăрмăш хыткан хĕрарăм, ÿпле пек пĕчĕк çуртĕнче арсăр-ачасăр пурăнаканскер, çакăн пек йĕркене епле кăна ăста вĕренсе, мĕнле хăватпа вĕрсе инкекрен хăтарни çинчен шухăшласа, Шерккей тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ, ăна пĕр сăмах та хирĕç каламарĕ, ыйтмарĕ. Юмăç ăна кунта мĕн пулса иртнине те, мĕн туса ирттернине те çывăх çыннисене, çав шутрах Сайтене те, пĕр сăмах та каласа памалла мар терĕ. Шерккей çак вăрттăнлăха усрама тупа турĕ; каласан юрамасть имĕш, мĕн юмăçлани хăватсăр кăна та мар, пĕтĕмпе хирĕç тухма пултарать; вара инкекрен хăтăлас вырăнне тата пысăк асапсем пуласса кĕтсех тăмалла имĕш.
Килне таврăнсан, Шерккей çак юмăçа хăй аллипе хăй шурă пир тăрăхĕ тыттарасшăнччĕ, юмăç илесшĕн пулмарĕ; илме кăна мар, вăл яхăнне те ямарĕ, кăштах ăна-кăна тĕшмĕртекен чĕлхеçĕшĕн ун пек-кун пек чăрманасси пулать те ĕнтĕ, ютри çынсем мар-çке, ÿлĕм сывлăх пулсан, тав сăмахĕ те çитĕ. Вăл пĕр кунтăк çăмартана та Сайте хистенине пула кăна илсе кайма килĕшрĕ.
Ирпе пăсăлнă кун тинех йĕркене кĕрсе çитрĕ. Юмăç кайсанах, ĕç пуçланчĕ. Селимепе амăшĕ пахчана çум çумлама тухса кайрĕç. Тимрук—хире, Тухтарпа Ильяс тимĕрçе уттарчĕç, пĕр Шерккей кăна килте, тарăн шухăша кайса, ним тăва пĕлмесĕр аптраса юлчĕ. Ĕçĕ пурччĕ-ха унăн, вилнĕ кушакăн тирне сÿмеллеччĕ. Çавна тумашкăн та алли хальхаççăн çаврăнмарĕ. Ашĕ çуннине пусарас тесе, вăл витререн пĕр курка шыв ăсрĕ, ĕçесшĕн пулнă чух хăйĕн мĕлкине асăрхарĕ: тахăш вăхăтра ун çамкине ĕмĕрне хăпса ÿкми пĕр карăнтăк тарăн йĕр хывăннă.
лама тухса кайрĕç. Тимрук—хире, Тухтарпа Ильяс тимĕрçе уттарчĕç, пĕр Шерккей кăна килте, тарăн шухăша кайса, ним тăва пĕлмесĕр аптраса юлчĕ. Ĕçĕ пурччĕ-ха унăн, вилнĕ кушакăн тирне сÿмеллеччĕ. Çавна тумашкăн та алли хальхаççăн çаврăнмарĕ. Ашĕ çуннине пусарас тесе, вăл витререн пĕр курка шыв ăсрĕ, ĕçесшĕн пулнă чух хăйĕн мĕлкине асăрхарĕ: тахăш вăхăтра ун çамкине ĕмĕрне хăпса ÿкми пĕр карăнтăк тарăн йĕр хывăннă.
Xııı. Тимĕр хĕрсе шăранать
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Капкай тимĕрçĕ вырăс çынни. Утламăш халăхĕ ăна çывăх курать. Аслă ывăлĕпе иккĕшĕ вĕсем хăйсен лаççинче ир пуçласа каçчен пĕр канмасăр тенĕ пек ĕçлеççĕ: ял халăхĕ валли çурла шăллаççĕ, пăта хатĕрлеççĕ, сухапуç майлаштарасси те пулать, пуртă та тăваççĕ. Пĕр Утламăшран кăна мар, кÿршĕ ялсенчен те час-часах килеççĕ.
Тимĕрçĕ çемйи кунта Чулхуларан куçса килнĕ. Куçнă-ранпа пайтах çулсем иртнĕ ĕитĕ. Ку чухне йышлă çемьепе хулара пурăнма пит кансĕр иккен, ĕç çукран ĕçсĕр пурăнса тарăхни те — унтан вара улт-çичĕ çул та иртнĕ—çапах халиччен вĕсен асĕнчен каймасть. Пăнтăхнă чĕрĕ путвал пÿлĕмĕсенче çемйи-çемйипе тупăкри пек тăкăсланса пурăннă кунсене выçăллă-тутăллă ирттерни, ыйткаласа йăлăнса çÿрени, килкартисенче йытă çиес татăка тупнăшăн та савăнни — кам виçсе пĕлес пур Капкай çемйи е ун евĕр ытти ĕç çыннисем чăтса ирттернĕ нушана? Йывăрлăхне нумай курма пÿрнĕ çав ăна хулара. Ялта тесен, алă ĕçĕпе те пулин пурăнкалама пулать.
Капкăн килйышĕ валли Утламăшсем ял хĕрринче пĕчĕк пÿрт лартса пачĕç, пÿртĕнчен инçех мар лаçă турĕç — тимĕрçĕсĕр пурăнма çук ĕнтĕ, юман тымарĕнчен тунă акапуçне тимĕр калаклă сухапуç улăштарчĕ, тăн-тăн пурăнакан çынсем урапи кустăрмисене шинлаттара пуçларĕç; таçта катана кайса çÿриччен ялтах тимĕрçĕ пурри лайăх çав. Утламăшсем пурăна киле Капкай çемйине çĕр касса пама та ĕмĕтлентеретчĕç. Капкай малтанхи ревисе кĕрей-мерĕ, пĕчĕкçĕ те пулин хăйĕн çĕр лаптăкĕ пулсан, мĕн каламаллаччĕ иккен те, çук çав. Юрать-ха, çурт тавра пахча пур.
Капкайăн пилĕк ача. Пиллĕкĕшĕ те вăйлă ашшĕне хунă темелле — вĕçе-вĕçĕн патваррăн ÿсеççĕ: асли — Мишша ятлă; ялта халь ăна та ăста тимĕрçĕ теççĕ, иртнĕ акатуйĕнче паттăр кĕрешнĕрен вара ялта ăна пысăкки-пĕчĕкки
— пĕтĕмпех лайăх паллать. Шăрттан Имечĕ, сăмахран каласан, Мишшана ĕлĕкхинчен те ытларах юрата пуçларĕ, вăл тимĕрçĕ лаççине ирĕн-каçăн кун сиктермесĕр тенĕ пек кĕрсе тухмасăр чăтаймасть, кĕрешмелли мелсене те Мишшана пикенсех вĕрентет. Капкайăн тата вунпиллĕкелле çитнĕ Аня ятлă хĕрĕ пур, вăл Чĕмпĕрте вĕренет, çу вăхăтĕнче яланах тăван ашшĕ-амăшĕ патне яла таврăнать. Унăн шăллĕне, Володьăна, эпир акатуйĕнче Ильяспа пĕрле курнăччĕ. Çемйинче унран кĕçĕннисем тата иккĕн пур, вĕсем Утламăшра çуралнă.
Капкăн хуçалăхĕ вырнаçнă лупашка Карас куллипе Юман кÿлли патнелле тухать. Кÿлĕрен хир енчи сăрталла Çĕнĕ Ырă кати пуçланатчĕ, çав катана халь кăкласа сухаланă та çырма хĕррине чикĕнекен пĕр сăмсаха çеç сухаламасăр хăварнă: Кантюкăн çавăнта вĕр-çĕнĕ акапуçĕ шалтăрах ванса кайнă имĕш. Сухалакан тарçине йĕрĕх тытнă, тет, халь те сывалаймасть тенĕ сас-хура çÿрет. Кантюк çав вырăна хăех пырса пăхнă-мĕн. Инкекĕ пĕр кĕтмен вăхăтра тикĕс çĕр çинчех пулнă курăнать, тымар тавраш та, шăтăк пекки те çук. Çавна пула кăçал кунта чÿк те ирттермелле, çĕрне те çамрăклатмалла тесе сăмахланă, тет, Кантюк.
Тухтарпа Ильяс тимĕрçĕ лаççине пынă чухне Мишша пĕччен кăна ĕçлетчĕ. Лаççа çын кĕнине курсан, Мишша аллинчи мăлатукне сунтал аяккине хучĕ, вучаха пĕр луттук тимĕр катăкĕ пăрахрĕ, вĕркĕчне вĕртерме тытăнчĕ. Тухтар ăна сывлăх сунчĕ, хăй мĕншĕн килнине каласа пачĕ.
— Ĕçĕ пысăк мар, халех тăвăпăр,— сăмах пачĕ ăна Мишша.
Çамрăк тимĕрçĕ сарлака та тĕреклĕ çын, сăнĕ-пичĕ — ĕçлесе пăшăхнипе пуль — хĕрелсе кайнă, кÿпшекрех сăмси, ашшĕнни пек, авăнчăкрах, чăшăл хура сухалне ик-виçĕ кун хушши хырман пулмалла, çÿçне хыçалалла тураса янă та, итлесех кайман çÿç пайăркисем хăй кăшт авăнмассе-реи малалла усăиа-усăна анаççĕ. Мишша вĕсене аллипе тÿрлетмест, пуçне лăст ухса илет те, çÿç пайăркисем хăйсемех каялла выртаççĕ. Кулкаласа вăл ăшшăн пăхать. Ялта Мишша çулне çитнĕ каччăсем пурте авланнă ĕнтĕ, тимĕрçĕ ачи авланман-ха, çамрăксен вăййисене çÿремешкĕн питех савăк мар курăнать: Тухтар вăйăра Мишшана пĕртте курмарĕ.
Çамрăк тимĕрçĕ пăртак сывлăш çавăрнă хушăра вĕсем сăмахлама тытăнчĕç.
— Пĕчченех ĕçлетĕн-и кунта? — ыйтрĕ Тухтар.
— Пĕччен мар, эпĕр аттепе ĕçлетпĕр, вăл халь шыва кĕме кайрĕ.
— Ытла пăчă мар-çке паян?
— Лаçра пăчă. Эпĕр кашни кун çемйипех шыва кĕретпĕр. Эп паçăрах çăвăнса килтĕм те ĕçе тытăнтăм.
— Эс хĕлле те шыва кĕретĕн, теççĕ, çапла-и?
— Кун сиктермесĕр, — тавăрчĕ Мишша. — Иртнĕ хĕл сивĕ килчĕ, пурпĕрех пăрахмарăм.
— Сивĕ пуль хĕлле шыва кĕме?
— Пит аван… Мĕн ачаран шыва кĕрсе ÿснĕ Атăлта. Эс Атăл курнă-и?..
Атăл çинчен Тухтар илтнĕ те, курасса курман.
— Сарлака, тет, вăл, урам урлăшĕнчен те сарлака, тет.
Мишша чăтаймасăр кулса ячĕ.
— Урам сарлакăшĕ кăна-и?.. Вон, ял курнать, — Куршанкă еннелле тăсрĕ вăл татăк пÿрнеллĕ аллине, — çавăнта çити пулать ун сарлакăш… Эсĕ те шыва кĕретне?
— Шăрăх чухне.
— Пит шăрăх чухне кĕмелле мар, Ирхине, хĕвел тухнă чух, кĕмелле. Каçхине пит аван. Акă ыран ирхине кунта кил-ха, пĕрле шыва кĕрĕпĕр. Вон, шыва кĕрсе таврăнаççĕ, — терĕ Мишша.
Кÿлĕ хĕррипе иккĕн утса хăпараççĕ. Пĕри çулланнă çын, кăвакара пуçланă çÿçлĕ. Пуçне выртма карттус тăхăннă, шурă кĕпи çийĕн пилĕкне чĕн пиçиххи çыхнă, лутра кунчаллă атăпа, тепри — çамрăкки, çанăсăр шурă кĕпепе, кĕске кăвак йĕмпе, Ильяс çамрăккине çийĕнчех палласа илчĕ — Володя.
Мишша ашшĕпе вырăсла калаçать. Ватă тимĕрçĕ сарă мăйăхне вăрăм ÿстерсе янă, кăштах пĕркеленнĕ питлĕ. Тухтар çине ăшшăн пăхса илчĕ. Чăвашла кăшт такăнарах, вырăсла хурмăрах калаçать. Хухтар хăй мĕншĕн килнине пĕлтерчĕ те çетĕк-çурăкпа чĕркенĕ сÿре шăлĕсене кăтартрĕ: таçта нумай выртса пĕтнĕ вĕсем, вĕçĕсем кукăр, вăрăмăш пĕр пек мар, вучахра çĕнĕрен тăратмалла вĕсене.
— Хатĕрри пур, çавсене лартас пулать, — терĕ ватă тимĕрçĕ.
Хăй çавăнтах лаççа кĕчĕ, сăран саппунне çакса ячĕ, сăран алса тăхăнчĕ, вăхăта вăраха ямасăр, ĕçе тытăнчĕ. Мишша çав Тухтар илсе килнĕ кивĕ сÿре шăлĕсене вучаха пăрахрĕ. Тимĕрçĕсем епле вăй-хăватлăн ĕçленине вăл чунтан савăнса, алăк патĕнчен пăхса тăчĕ,
Хĕрнĕ вучахра тимĕр шăранать. Вĕркĕчне вĕртермессе-рен хĕлĕх пек çинçе хĕлхемсем çÿлелле пуçтаххан сирпĕнеççĕ.
Капкай, мăлатукне тытса, сунталĕ çийĕн хаваслăн тăкăртаттарса илчĕ, Унăн тепĕр аллинче вăрăмрах авăрлă клеще. Çав клещепе вăл вĕртерме чарăннă вучахран хăйра пысăкăш тимĕр кÿмеркки çаклатса çĕклерĕ, сунталĕ çине хучĕ. Шураличчен хĕрсе çитнĕ тимĕр пĕрре çапсанах чăлпар тĕпренессĕн туйăнать. Ватă тимĕрçĕ вăйпа ĕхлетрĕ те çав тимĕре хăвăрт-хăвăрт туптама тытăнчĕ, йышлă хĕлхем пĕрчисем таçта çитес пек ярăнса хăпараççĕ.
Тухтар пит юратать тимĕрçĕсем ĕçленине пăхса тăма. Майне пĕлсен, вăл хăй те çакăнта ĕçлесе пăхнă пулĕччĕ, анчах кам вĕренттĕр ăна çак ĕçе. Вăй та нумай кирлĕ пуль çав, унăнни пек черченкерех шăмшакпа кунта ĕçлеме çăмăлах мар пуль…
Ачасем пĕрне-пĕри тахçан пĕлекен туссем пек тĕл пулчĕç. Ильясăн кунта ĕç пĕтичченех кĕтмелле пулать-ха. Ильяс Володьăсем патне кайса килме килĕшрĕ.
Володьăн пÿрчĕ тимĕрçĕ лаççинчен аяккарах, сăрт çам-кинелле пăхса ларать. Пÿртне çурмаран çурнă пĕренерен тунă, çиелтен тирпейлĕн хăмăш витнĕ. Хыçалта хăмапа çапса тунă пăлтăр пур, унтан вара аслăк пекки, аслăк хыçĕнче тăмпа сĕрнĕ çатан вите.
Пăлтăр алăкĕ умĕнче пĕр илемлĕ хăмăр йытă хăйĕн икĕ пĕчĕк çурине йăпанса выртать. Ачасем пынине курсан, çурисем иккĕш те тăчĕç. Пысăк йытти Ильяса куç сиктермесĕр пăхать. Усăк хăлхи алса тулĕ пек сарлака та вăрăм, хура вĕçлĕ сăмси хĕвел çинче çуталса тăрать, кĕске çăмĕ, халь кăна шыва кĕрсе тухнă хыççăнхи пек, йăм-йăм курăнать. йытă ура çине çĕкленчĕ, çинçе те вăрăм урисем черпе вĕççĕн кăна çĕре тĕренеççĕ тейĕн.
— Трезор!—терĕ Володя ачашланă сасăпа.
Йыттисем виççĕш те ун умне пырса тăчĕç. Ильяс кăшт
каялла чакрĕ, шикленсе пăхкаларĕ.
— Эс ан хăра вĕсенчен, Ильяс. Ав, мĕнле сĕртĕнсе ачашланаççĕ вĕсем. Çынна тивмеççĕ, сунара çÿремелли йытăсем.
— Сунара çÿремелли-и?— хĕпĕртесе ÿкрĕ Ильяс.— Виççĕшĕ те пĕр тĕслĕ, епле илемлĕ вĕсем… Пурте хăвă-рăн-и?
— Хамăрăн.
— Меншĕн çавăн чухлĕ усратăр?
— Пит килĕштереççĕ вĕсем, хĕрхенетĕп. Ан тив, пĕрле пурăнччăр. Питех кирлĕ пулсан, сана пĕр çурине парса яма та пултаратăп,
Ильяс çавăнтах паян ирпе ашшĕ çапса вĕлернĕ кушака асне илчĕ. Кушакĕ те, çак йытă пекех, пит чиперччĕ, ашшĕ ăна çапах та хĕрхенмерĕ… Çак йытă çурине те çавăн пек пулма пултарать. Ильяс, ун çинчен асне илсен, шартах сикрĕ. Анчах, тепĕр тесен, ку йыт çурине Тухтар патĕнче усрама пулать.
— Парса яратна, Володя, чăнах? Эп ăна лайăх пăхса усрăп, кайăка çÿреме вĕрентĕп, — йăлăнса ыйтрĕ Ильяс.
— Кайăка çÿреме вĕреннĕ вĕсем. Пысăк Трезор иртнĕ хĕл сакăр мулкачă тытса пачĕ, — терĕ Володя. Хăй çавăнтах çĕрелле пĕшкĕнчĕ те пĕр турпас татăкĕ тытрĕ, ăна инçете ывăтса ячĕ.
— Трезор! —хушрĕ вăл пысăк йыттине, йыттисем виççĕш те пĕр самантра тапса сикрĕç. Ватти, çитес çĕре чи малтан çитрĕ пулсан та, турпас татăкне шăршласа çеç пăхрĕ, тĕкĕнмерĕ, ун хыççăн чупса çитекен çури, турпас татăкне хыпса, Володя патне каялла вĕçтерсе килчĕ.
— Пултарать вĕт?
— Пултарать кăна-и, — чĕререн ĕненсе тĕлĕнчĕ Ильяс.
— Килнĕ кайнă чух вот сана çакна парса ярăп та.
Вĕсем пăлтăра кĕчĕç. Сулхăн та таса пăлтăрта, пĕчĕк
сĕтел хушшинче, Володя аппăшĕ кĕнеке вуласа ларать. Ачасем кĕнине курсан, вăл вулама чарăнчĕ.
— Аня, вот Ильяс, манăн лайăх тус, — терĕ Володя.
Ют çуртра вăтанакан Ильяс, малалла иртеймесĕр, урай-
нелле пăхса тăчĕ.
— Ильяс?.. Епле илемлĕ ят, Илья тесен те юрать, Илюша. Кăçал Володьăпа пĕрле шкула каятăр-и?
Ильяс тем тавçăрса илейменнипе чĕнмесĕр тăчĕ.
— Каятпăр, — уншăн тавăрчĕ вара Володя, — Хурăнвара пĕрле каятпăр.
— Пит аван, пĕрле юлташла пулăр, — терĕ Аня, уçнă кĕнекине хупса.
— Эп пĕлместĕп, — каласа хучĕ Ильяс, кăштах тăрсан.
— Школа, пĕлетĕн вĕт? Вот пирĕн аппа çичĕ çул вĕренчĕ, тата каять. Эпĕ те каятăп. Айда, пĕрле çÿрĕпĕр, Ильяс? — çине тăчĕ Володя.
— Мĕн тутараççĕ унта?
— О, унта вĕренмелле кăна, пĕтĕмпе вĕрентеççĕ; кĕнеке вулама, задачăсем хисеплеме, çырма вĕрентеççĕ… Ну-ка, Аня, — аппăшне пăхса илчĕ Володя, — вуласа пар-ха пире Руслан çинчен?
— Да, — хĕпĕртенĕ сасă илтĕнчĕ Аньăн. — Ильяс вырăсла пĕлмест, манăн кунта вырăсла каланă-çке?
— Ну, эс ху вуланине пире каласа пар, — йăлăнчĕ Володя.
Аня чăлт шурă кĕпепе. Мăшăр хура çивĕтне кăкăрĕ
умне усăнтарнă, çара урине çÿхе пушмак тăхăннă. Вăл, ларнă çĕртен тăрса, ачасем патнелле çывхарчĕ, çамрăк Ильяса витерсе пăхрĕ — ытла ачаш кĕлеткеллĕ хыткан ача. Аня аллисемпе иккĕшинне те хулпуççисенчен сĕртĕнчĕ. Вăтаннипе Ильясăн пит-куçĕ илемлĕн хĕрелсе кайрĕ.
— Айдате, пÿрт умне тухса ларар. Унта эпĕ сире кунта çырнине пĕтĕмпе каласа парăп.
Пÿрт умĕнче илемлĕ чечексем ÿсеççĕ. Вĕсенчен хăшĕ лапсăркка та хĕрлĕ, куçа çисе тăрать, хăшĕ юр пек шурă; кăваккисем те нумай, куçпуç алчăрса каймалла. Канăçсăр вĕлле хурчĕсемпе тĕкĕлтурасем чечекрен чечек патне пырса сĕрлеççĕ. йывăр чечексем ачаш туни çĕклесе тăрайман-нипе пуçĕсене уснă. Ачасем, çав чечексен хÿттине пырса, сак вырăнне хунă яка пĕрене çине чĕкеçсем пек çума-çумăн ларса тухрĕç.
Аня ачасене Русланпа Людмила çинчен ытла илĕртмелле халап ярса пачĕ. Володя ку халапа, ахăртнех, унччен те илтнĕ пулмалла. Аня каласа панă май хăй те сăмах хушкаларĕ. Ильяс вара кашни сăмаха çăтса ярас пек тимсĕлсе итлерĕ — княç патĕнчи ĕçкĕ-çикĕ те, Людмила çĕр çăтса янă чухнехи пек çухални те, акăш-макăш пысăк пуç та, вăрăм сухаллă усал Черномор та, паттăр Руслан та ăна шăпах куç умĕнче тăнă пек туйăнчĕ. Аньăн сасси пит чипер, каласса та ăста калать, сăмахĕсем такмак пек килĕшÿллĕн çыхăнса пыраççĕ. Каланă май вăл кĕнеки çине пăхкаласа илет. Кĕнеки çинче ÿкерчĕксем пур. Ильяс çав ÿкерчĕксене пăхать те, ăна Аня мĕн калани пĕтĕмпех чăн пулса иртнĕ пек туйăнать. Вăхăчĕпе Аня чарăна-чарăна вуласа парать. Ильяса çак темле хăй пĕлмен юрра птленĕн туйăнать. Мĕншĕн вăл вырăсла пĕлмест-ши, мĕншĕн çак Аня пек вулама пултараймасть-ши? Тен, хăй те Володьăран çакăн пек кĕнекесем тупса вуланă пулĕччĕ. Ильяс шухăша каять—такмак кăна-и сана? Юрă, вĕçĕ-хĕррисĕр пуçланă юрă! Майне çитерейсен, Ильяс хăй те Аня пек калама вĕренĕччĕ… Телейлĕ çав Володя, вăл çавна пĕтĕмпех итлеме те, ăнланма та пултарать, ÿкерчĕксене те кашни кун курать. Володьăпа юлташланни Ильясшăн темле хаклăн туйăна пуçларĕ.
Нумайччен ларчĕç вĕсем çапла пÿрт умĕнче, Ильяса куç умне йăлт урăхла тĕнче тухса тăчĕ. Кун сиктермесĕр килсе çÿре-ха вăл çакăнта, вĕçĕмсĕр итлĕччĕ Аня пĕлекен халапсене. Аня, шет, çак халапа кăна мар, тата ытти нумай-нумай халап пĕлет пуль. Пĕлекен çын хăй пĕлнине калама хĕрхенсе тăрас çук. Ильяс хăй те халапсем пĕлкелет, анчах вĕсем Аня каласа панă пек çыхăнса пыраймаççĕ çав.
Аньăна амăшĕ пÿрте чĕнсе кĕртрĕ. Ильяспа Володя иккĕш кăна ларса юлчĕç.
— Володя, эс пĕлетĕн пуль çак халапа? — ыйтрĕ Ильяс, пăртак тăрсан.
— Илтнĕ. Эпĕ ку халапа кăна мар, ыттисене те илтнĕ. Пĕлĕсĕнччĕ эс ылтăн пулă çинчен. Салтан патша çинчен, эх, унта тем çинчен те каланă.
— Аня аппу каласа пачĕ-и?
Ильяс еккине ярса итлерĕ.
— Вăл каласа пачĕ.
— Итле, Володя, эс мана çавсене каласа парăн-и?
— Каласа парăп. Эпĕр, Ильяс, санпа пĕрле вĕренме шкула кайăпăр. Каятпăр-и? — хĕрсе ыйтрĕ Володя.
— Темĕн, пĕлместĕп, —тавăрчĕ Ильяс тепĕр хут та. Хăй çаплах хастарлă Руслан çинчен те, Людмила пике çинчен те манаймарĕ. Шкулта вĕренсен, хăех çавсем çинчен пĕлме пултарать иккен, авă мĕне вĕрентеççĕ шкулта. Мĕн тесен те, килне çитсен, амăшĕпе калаçса пăхать-ха, мана шкула ярăр тесе тилмĕрĕ.
— Ну, Володя, манăн каймалла, — терĕ Ильяс.
— Тата хăçан килĕн?
— Ыранах… йыттăна парса яратăн-и?
— А-а, эп сана ăсатса ярăп, амăшĕ парасшăн пулмĕ.
Володя йыттисене хăй патне чĕнсе илчĕ, витене хупрĕ.
Çурисенчен пĕрне илчĕ те Ильяса тимĕрçĕ лаççи патне çитичченех хăй ăсатса ячĕ. Иккĕшĕ весем паянтан вара çывăх туссем пулăпăр тесе калаçса татăлчĕç.
Тухтарăн кунта шăпах ĕçĕ пĕтнĕччĕ. Вăл ĕнтĕ Ильяс пырасса кĕтмесĕрех килне каясшăнччĕ. Ĕçе тарават тимĕрçĕсемпе сывпуллашса тухсан, вăл хăй патне пыракан ачасене курчĕ, ачасем хыççăн васкавлăн утса пыракан тимĕрçĕ хĕрне асăрхарĕ. Чипер сăн-питлĕ хĕрача Тухтар çине хăюллăн витерсе пăхса илчĕ. Тухтар сÿре çĕкленĕччĕ, хĕре курсан, хăй çĕклемĕнчен вăтанчĕ, темле чун сиссе илейми хăват ăна пĕр саманта пăшăрхантарчĕ, унтан йăвашшăн ăшăтнă пек пулчĕ. Каялла пĕрре те çаврăнса пăхмасăр утрĕ. Ильяс çеç, унпа юнашар утма аран ĕлкĕрсе пыраканскер. Тухтарăн пĕлес ĕмĕтне ăнкарнă пек, шăппăн çапла каласа хучĕ; «Аня ятлă вăл, Володя аппăшĕ, Чĕмпĕрте вĕренет… »
Xıv. Инкек телей кÿрет-им?
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Кăçал тырă пĕлтĕрхинчен лайăхрах пуласса ĕмĕтленетчĕ халăх. Çу хушшинче ыраш пиçсе çитиччен çанталăк питех хĕртмерĕ, çул тăрăх тусан та ытла тусмарĕ, çумăр-сем вăхăтра çăва-çăва иртрĕç. Хресчен çыннин çакăн пек чухне те тырă тăвас шанчăкĕ çук пулсан, вăл мĕнле пурăнтăр? Акă пĕрчĕ авăна пуçларĕ, ĕнтĕ пĕр-пĕр ялти çăмăл алăллă çын çурла тытса ыран-паян ыраш пуссине тухасса кĕтес вăхăт çывхарчĕ — шăпах çавăн пек чух, пĕркунхине, кăнтăрла сулăнаспа, чăтма çук хĕвел пĕçертсе ячĕ, вăрман тĕлĕнчи тĕттĕм пĕлĕт сасартăк кÿпчеме тытăнчĕ. Пĕлĕтсем каплансах пычĕç, кăвакарчĕç, хуралчĕç, тĕллĕн-паллăн шурă-шурă çилхесемпе туртăнчĕç, ялтăр çиçĕм туратăн-туратăн хуçланса сирпĕне пуçларĕ, аслати çиллессĕн кĕмсĕртетрĕ. Ял халăхĕ пăшăрханма тытăнчĕ.
— Пăр килет! Пăр килет!..
Çиçĕм ялкăшнине курсанах, Шерккей те урама чупса тухрĕ. Анкарти вĕрлĕкĕ çине ÿпĕнсе, вăл пĕр тапхăр вăрман еннелле пăхса тăчĕ, хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ:
— Ырă пÿлĕх çак усал çумăра ман ана çинелле ан: ятăрах, ан ятăрах…
Çумăр кашласа çывхарнине чухласан, Шерккей калле пÿртне чупса кĕчĕ, çăм шлепкипе пусарах лартрĕ, пĕвĕ çине сăхман уртрĕ, каялла çаврăнса пăхмасăр, çарранах хирелле чупрĕ.
Армансен леш енне иртсен, шалкăм çумăр чашлаттара та пуçларĕ. Шерккей арман хÿттинче чарăнса тăма пул-таратчĕ те — çапах тăвалла талпăнчĕ, йăран хушшинчи сукмакпа тÿррĕнех, чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса, вăл калама çук васкарĕ. Ĕнтĕ вăл пĕлĕт епле шавласа кил-нинченех пăр çăвасса сисрĕ; часах пăр ватма та тытăнчĕ. Чавка çăмарти пек шултра чăмăрккасем çĕрелле сике-сике ÿкеççĕ. Мĕскĕн Шерккей сăхманĕпе пĕркенчĕ, хăй ани хĕррине тухрĕ. Пăр кастарать кăна. Вăрăм та йывăр пучахлă хăмăла пăр çапать те хĕрхенÿсĕр хуçса антарать. Тымарĕнчен çăлăнса тухас пек хумханать ыраш. Шерккей хăйне пăр çапса ыраттарнине туйми пулчĕ, çийĕнчи сăхманне сÿсе умĕнчи ыраша витрĕ. Çапла вăл пĕтĕм анине сарса витĕччĕ, анчах иртĕхнĕ çутçанталăкăн тискерленнĕ хăватне мĕнпе чарма вăй çитерĕн?.. Шерккей çĕрелле ÿкрĕ те, пÿрнисемпе тăпрана тăрмаласа, хурлăхлăн ĕнĕрлесе выртрĕ; ырашĕ епле пĕтнине курса тăма чăтăмлăх çитереймерĕ вăл…
Шерккей каллех ура çине тăнă чухне пăр çума чарăннăччĕ. Кăнтăралла туртăннă пĕлĕт çаплах шавлать-ха, аслати катара кĕмсĕртетет. Йĕп-йĕпе пулнă Шерккей пĕрре пĕлĕт çинелле, тепре хăйĕн сăхманĕ пек хуралнă ани çине пăхать те: «Пĕтрĕ-çке ырашăм, пăхса тăрсах пĕтерттертĕм… »—тесе, тарăхнă чунне сăмахпа та пулин пусарасшăн мăкăртатать, Шерккей, хăй чĕрине аран хытарса, ыраш ани тавра çаврăнчĕ, татăлнă пучахсене пĕр ывăç пуçтарчĕ, алли çине пĕрчĕ шĕкĕлчерĕ, алă вĕççĕн сăвăрса çисе пăхрĕ.
Темле хăямат тивнĕ тейĕн çав: пăр касси шăпах ун анине пĕтерсе кайрĕ-çке, леререх ав, айлăмра, ыраш çаплах хумханать, унта, шет, тивмен те пуль. Тепĕр хирте мĕнле-ши?
Шерккейĕн тепĕр хирте çурпилĕк ырашĕ пурччĕ-ха, ăна та пăр аркатрĕ пулсан? Шерккейĕн пуçĕнчи шлепки хăй тĕллĕнех çĕкленнĕн туйăнчĕ. Халăх вырма тухасса кĕтсе тăма юрамасть.
Айлăмра пĕр юланут курăнса кайрĕ. Шăши тĕслĕ çăрха лаша камăн иккенне Шерккей катаранах палласа илчĕ: Кантюк папайăн. Нямаçĕ хир пăхма тухнă пуль ĕнтĕ е Урнашка-ши? Вĕсен анисем енче ыраш питех хуралман, ав, пуянăн кутăн кĕрет, теççĕ, ахальтен çапла каламан пуль. Пылчăклă тăпрана пакăлчак таран çăрса, Шерккей çул çинелле тухрĕ.
Юланутлă çын Нямаç та мар, Урнашка та мар, Кантюкĕ хăех пулчĕ. Лашине хистемесĕр юрттарса пычĕ вăл.
— Эсĕ-и çак, Шерккей шăллăм? —куç чарса ыйтрĕ Кантюк. — Мĕн çумăр витĕр йĕпенсе çÿретĕн?
— Хирĕме пăхма тухрăм та, тухрăм та… ана куççулĕ пулса тăчĕ-çке…
Кантюк лаши çинчен васкамасăр анчĕ те, лашине çавăтса, Шерккей çитессе кĕтсе тăчĕ.
— Йăлт хуралса пĕтнĕ ху, паллама çук, сăхманупа та пулин шăлăнсам!
Шерккей йĕпе сăхманĕпе питне-куçне шăлкаларĕ.
— Чĕрÿ канмасть иккен… Пăр çапса кайрĕ пуль ануна?
— Ан та кала ĕнтĕ, Кантюк папай, — йĕрсе ярас пек сас кăларчĕ Шерккей, — пĕтĕмпе чÿсе кайрĕ-çке, хам пăхса тăтăм, пĕтĕмпе чÿсе кайрĕ.
— Ай-яй-яй куну-каçу, пĕтĕмпех-и?
— Авă, —аллине тăсса сăрталла кăтартрĕ Шерккей, — хуп-хура туса хăварчĕ.
— Тем те курса тăрасси пулĕ çав, — хĕрхенсе каларĕ Кантюк. — Ара. Манăнне те ыраша кăшт çапнă та, пăхса тухрăм, питех сарăплама кирлĕ мар пек-ха, çурла кĕрт-мелĕх пур. Аслă пÿлĕхе хисепĕм те сăвапăм çиттĕр…
Ялалла васкамасăр утрĕç вĕсем. Утнă май часах вырма тухасси çинчен те, хуçалăхри тĕрлĕ тертсем пирки те сăмах сутрĕç. Шерккей, кăçал тепле пурăнмалла пулать ĕнтĕ тесен, Кантюк ăна чунтанах йăпатасшăн пулчĕ, çапах та чĕрине уçаймарĕ. Шухăшĕ пысăкчĕ-çке Шерккейĕн, кăçал, ав, тыррине тĕрĕс-тĕкел пуçтарса илнĕ пулсан, пÿрт лартаймăп-ши тесе ĕмĕтленетчĕ, хĕлле вăрман кăларăп та çуркунне пураса пĕтерĕп тетчĕ, — кĕтни харама кайрĕ, инкек çине синкек тупăнсах пырать. Иртнĕ вăхăтра вĕсене тухатланăччĕ, çавах юрамарĕ курăнать. Калама та аптрамалла. Шерпике сирсе пăхрĕ те, усси çитмерĕ курăнать.
— Усси çитĕ-çке вăл, — Шерккей хутне кĕрсе, Кантюк ассăн сывласа илчĕ те шухăша кайрĕ.
Шерккей пек çынна çĕнĕ пÿрт лартасси, чăн та, пĕчĕк ĕç мар ĕнтĕ. Пÿрчĕ кăйттă-çке, хĕл кунĕнче ăшă тытаймасть тет. Шерккей чипер те пултăклă килйышĕ лайăхрах çуртра пурăнма тивĕçлĕ те… Кантюк çавăн çинчен те Шерккее асăнтарчĕ.
— Çитмен нушам мар-и! —тарăхрĕ Шерккей. — Çиччĕ-рен пĕри çук, пĕри çук. Пирĕн пек çыннăн укçа çине шанмалли çук, ырашĕ, ав, ана çинчех хуп-хура пулчĕ.
— Инкекÿ пысăк ĕнтĕ, Шерккей шăллăм. Ай, куратăп та инкекне — куç витет, чĕрем чăтаймасть. Ара çав. Итле, ырă сунса калас сăмахăм пур, канашăм пултăр: эс, Шерккей шăллăм, хăраса ан тăр-ха, пÿртне кăçалах тума тытăн. Куç хăрать вăл, алă тăвать. Хисепĕм те сăвапăм çиттĕр, кала мĕн кирлине, сана хам пулăшас тетĕп.
— И-и, Кантюк папай, мĕн каласси пур, мĕн каласси пур…
— Пулăшас тетĕп çав, куçа кĕрсех пулăшас тетĕп. Чысăмпала!
Шерккей, утнă çĕртен чарăнса, Кантюка шанмасăр пăхса илчĕ, унран юлас мар тесе, урисемпе васкавлăрах яра-яра пусрĕ. Утать Шерккей çерем пуснă çул аяккипе çарран! Тăсмака пÿрнисем хушшипе çăра пылчăк пăчăртатса тухать те, мелсĕр уначăланса, утнă май хăйпе пĕрлех малалла сирпĕнет. Ун нуши те хăйпе пĕрле, терчĕ те. Шухăш çукран шухăш хускалать ун пуçĕнче. Ĕнтĕ миçемĕш çул туртрĕ-ши вăл çитмен пурнăç туртине, мĕн чухлĕ хал ситретрĕ-шн. Акă çав нуша çулĕ сăрт тăррине хăпарса çитрĕ, халь анаталла анмалла. Шерккей сухалне малалла карăнтарать, пуçĕ каçăрăлать. Унпа юнашар Кантюк пырать— çĕрме пуян! Вăтанать Шерккей. Вăтанать те, ăнсăртран тенĕ пек, час-часах ун çине пăхкаласа илет.
— Ĕрехмет ырă сăмахна, Кантюк папай, — именчĕкне
çĕнтерсе сăмах хушрĕ Шерккей. — Ĕнтĕ мĕнле калас, мĕнле калас иккен те, тĕнче çыннишĕн эс айăплă мар-çке. Утне çитмен туртине тенĕ пек, пурăнкалăпăр-и хамăр тĕллĕн… Ялта мĕн чухлĕ ман пек мĕскĕнсем, ăçтан пурне те пулăшса çитерĕн?..
— Хĕ! Пурне те терĕн… Ай, каларăн та! Вăл-çке, Шерккей шăллăм, хăшне вăхăтра пулăшни те кирлĕ. Тепĕрне, калам сана, кхĕ-кхĕ-кхĕ, чăпăркка пит майлă пулăшать, кхĕ-кхĕ-кхĕ, тĕрĕс мар-и? Сана, сăмахран, çак инкекрен çăлса, умна каçма саратăп та, каç эппин эс лайăхрах енне, ыттине пăхса ан тăр, ара, тимлесе калатăп. Рехметÿ ăшăтать ман ватăлас чунăма.
— Тавтапуç, Кантюк папай, тав сăмахăм çитес çук…
— Мĕн тав тăвасси! Ак паянах сан патна пĕр виçĕ лав ыраш леçтерĕп, пер аллă тенкĕсем укçа парса тăрăп. Çынпа питех шавламасăр çуртна туса ларт-ха.
Чăн та, епле ырă кăмăллă çын иккен Кантюк папай! Элентей ун пирки кăлăхах кутăнла шухăшлаттарасшăн. Шерккей пĕр саманта шăллĕн сăмахĕсене асне илчĕ. «Çулна ан такăрлат Кантюк папайсем патне», — тенĕччĕ вăл. Элентей тата тем-тем каланăччĕ, çавсене асне илес чух Шерккее Кантюк пÿлчĕ:
— Кивçене кĕрсен, татасси кансĕр тесе шухăшлатăн пуль-ха эс, Шерккей шăллăм? Пĕлетĕп. Ара, эс ан хăра уншăн, çынпа çын пурăнать. Акă санăн аллу-уру çаврăнса çитĕ те пурнăçу лайăхланĕ. Çавăн чух парса татăн-ха. Парăм тесе асăнтармăп та сана.
— Тавтапуç ырă сăмахна… Пуççапса пуçăм çитес çук…
Шерккейĕн халиччен тĕксĕмленнĕ сăнĕ тинех çуталчĕ.
Кулкаланă май ун сарă мăйăхĕ енчен енне сарăлчĕ. Çын чунтан çапла ырă сунса пулăшам тет те, епле ăна тав тумăн, епле савăнмăн? Тăснă çăкăртан пăрăнмаççĕ. Парăмне, шет, вăраха та ямĕ-ха Шерккей, вăхăтĕнче çиттине çитерсе пултăр. Ак, хĕле кĕрсен, вăл платник ĕçне те çÿрĕ, Ти. мрукпа Тухтара Пăвана хăма сутма ярĕ, йÿнеçтерĕ укçа, енчĕкĕ пушах тăмĕ-ха.
… Тупата, мĕн кăна çиттĕр иккен ĕмĕтĕн анлă çунатне! Хĕпĕртет Шерккей, савăнать. Ĕнтĕ вăл хăйне тинех çĕнĕ пÿртре пурăнассăн туять. Пÿрчĕ лайăх, кĕрсен ытарса тухма çук, кÿлсе тухас тесен, лаши — таврара пĕрре, çăкăртан та татăк пулмĕ. Пуян Кантюк хăй çапла калать пулсан, начар та мар иккен кунсем!
Вĕсем яла çитрĕç. Кунта тин çулсем уйрăлаççĕ: Кантюк тÿрех каять, Шерккейĕн тата кăшт иртмелле те хăйсен тăкăрлăкĕпе пăрăнмалла.
— Кантюк папай, — сасси чĕтренсерех тухать Шерккейĕн, — чăнласах çапла калаçатпăр пулсан, ÿксех пуççапмалла пулать пуль çав сана…
— Мĕн сăмахласси пур, —аллине сулчĕ Кантюк, — хам пулăшас темерĕм-и? Ара. Ĕнтĕ сан çакна кăна манмалла мар: алă алла çăвать, алă пите çăвать, çавна кăна манас марччĕ санăн… Атя кĕрсе тухмастăн-и, пăртак, çăкăр ямшăкĕ тумалăх, кĕрчеме кăпăкланса тунсăхларĕ пуль хамăра?
— Тепрехинче, — терĕ Шерккей вăтаннă кăмăлпа. Вă-танмаллахчĕ ĕнтĕ унăн: çакăн пек ырă канаш илтрĕ те. Унăн халь кĕпе-йĕмĕ те йĕп-йĕпе. Çук, кĕрес тесен, тепрехинче кĕрĕ.
— Тем мар, тем мар, — терĕ Кантюк, — кĕрсе тух тетĕп-çке!
Шерккей пурпĕрех хальхинче ун патне кĕме килĕшмерĕ. Аçтан çитерĕн ун пек хăюлăх.
Килнелле утнă май Шерккее мĕн хăй патне çитиех Кантюк юнашар пынăн туйăнчĕ. Вăл çул тăрăх, Кантюка тав туса, мăкăртатса пычĕ.
Пăшăрханса кĕтетчĕç Шерккее килтисем, вăл пур — пит савăнăçлă кăмăлпа пырса кĕчĕ.
— Пăр çапман-и ыраша? —ыйтрĕ Сайте.
— Çапасса çапнă-ха, карчăк, — тÿррĕн каласран пăрăнчĕ Шерккей. — Тупса пар типĕрех кĕпе-йĕм, курмаснам, тĕкне татса янă чăхă пек пултăм? Çын тем калĕ, ют куç тĕлне пулма вăтанатăп.
— Ыраша пăр çапнă тетĕн, ху çапах та темле савăнатăн, — пăшăрханса, куçран пăхрĕ Сайте.
— Сăлтавăм пысăк, карчăк, сăлтавăм пысăк. Кайран каласа парăп-ха, Эх-х!..
Тĕттĕм пулсан, Шерккей çурчĕ умне виçĕ тулли лав çитсе чарăнчĕ. Малти лав çине Урнашка ларнă. Çитсе чарăнсан, вăл кил хуçине чĕнтерсе кăларчĕ те: «Çаксене халех пушатса таврăнччăр тесе каласа ячĕç», — терĕ. Хуçи пĕр ещĕк пăта та парса янă иккен.
Шерккей, хапхине уçса, лавсене хăй патне кĕртсе ячĕ.
Xv. Чун патĕнчи сăмахсем
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Тухтарпа Селиме хушшинчи юрату кунран-кун ÿссе, вăй илсе пычĕ, Вĕсем халь ĕнтĕ пĕрне-пĕри ирĕн-каçăн курмасăр та чăтаймаççĕ, мĕнле те пулин çитмен вăхăта çитерсе, тĕрлĕ ĕçпе сăлтав тупса, час-часах пĕрле пулса калакалаçаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне хисепленине Селимен амăшĕ те сисет; çамрăксене хаяр сунмасть вăл: çулĕсене кура çавăн пек пулмалла та.
Тухтар хăйне хăй паллайми улшăнса кайрĕ. Тинех уншăн кунçул илемĕ килсе çитрĕ. Халиччен, çынтан хăй именсе тăраканскер, çамрăк ĕмĕрĕнче Селимерен урăх пĕр хĕрне те çапла куçа-куçăн тăрса çывăх калаçман. Ял яш-кĕрĕмĕпе хĕрупраçĕ пĕр-пĕринпе савăшнине, тунсăхланине, кÿлешнине, тарăхнине ним чухлĕ те пĕлмен мар вăл. Унăн хăйĕн те çав майлă шухăшсем пулнă, ыттисем калаçнине те илткеленĕ, хăй çапах та хĕрсене савса курман. Кама та пулин юратса пăхас кăмăлĕ вăрансан та, вăтаннипе аяккалла пăрăннă, шанчăксăр шухăшăм хăвăртрах манăçтăр тесе, мĕнле те пулин ĕç тытнă, телейсĕр тăлăх кĕтÿçĕн шăпи ĕмĕртенпех çапла пырать тесе кÿренмесĕр килĕшнĕ. Селиме унăн пурнăç çулне çутатрĕ. Ăна пула вăл халь ĕнтĕ тантăш çамрăксенчен именсе тăмасть, сăмахпа ылмашăнма вăтанмасть, хăйне халичченхинчен темиçе хут пысăкрах вăй-хăват килсе кĕнĕн туйса, ĕçленĕ чухне те ывăна пĕлмест, ыйхи шăпчăкăнни пек. Анчах çавă та мар-ха чи хакли. Чи хакли вăл — ялти чи лайăх хĕр, Селиме, ăна чунтан-вартан савса тăни. Вĕсен иккĕшĕн те ĕмĕчĕсемпе шухăшĕсем пĕрме-пĕре килеççĕ, калас сăмахĕсем пĕр пек тупăнаççĕ, ÿлĕмхи пурнăç çине те вĕсем пĕр куçпа пăхаççĕ.
Тухтар малашнехи пурнăç пирки халиччен шухăшласа тăман иккен. Кун иртет те каç иртет, кун çитет; пăхсан çав кунсем-каçсем пурте пĕр пек тейĕн, сиввипе те ăшшипе кăна улшăнса тăраççĕ. Вĕсем те çулсерен пĕр пек пулакансем тетчĕ Тухтар халиччен. Апла мар иккен, кашни иртен кунăн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур, кашнинчех çĕнĕ шухăш та çĕнĕ туйăм сисĕнет. Вĕсене тупасси чи малтан хăвăнтан килет. Епле вăл çавна пĕлмен вара? Çамрăк ĕмĕр тепре те килĕ тенĕ-ши, хăçан та пулин лайăхраххи те пулĕ тенĕ-ши? Тухтар тинех çаксем çинчен шухăшласа пуç çавăрма тытăнчĕ. Тĕнчере хăвна савакан пур чух пурăнма пит аван иккен. Ан тив, каçсем канăçсăр иртчĕр — вĕсем пурпĕрех ырă, ан тив, хăш чух пăшăрханасси те пултăр, вăл та пурнăçа туллирех тăвакан хăват иккен.
Тухтар та Селиме умĕнче парăмлă мар: парнешĕн парне пултăр тесе, вăл ăна арча туса пачĕ. Мĕнле лайăх арча турĕ-ха тата! Пĕр турат куçсăр чăрăш хăмисем суйласа тупрĕ — купăс пек янăраса тăратчĕç хăмисем — вăл вĕсене çÿхетсе саваларĕ, пĕрин çумне тепĕрне çыпăçтарнă чух ниçта пĕр йĕр, пĕр çĕвĕ хăвармарĕ; арчине тул енчен ийĕпе касса тĕрлерĕ, тăла татăкĕпе сăтăрса якатрĕ, хурăн хуппи
ярса вĕретнĕ шывпа сăрларĕ, хĕвел çинче хĕртсе пиçĕхтерчĕ. Çавăн пек чаплă парнешĕн Селиме каçсах кайрĕ. Шÿтлесе сăмах хускатнă май вăл, Тухтар пурпĕрех хăй калайманнине туйса; «Çак арча манăн кăна мар, иксĕмĕр валли те пулмасть-ши», — тесе те хучĕ; унтан, хăй çапла каланинчен хăй вăтанса, хĕрелсе кайрĕ.
Çуклă-пурлă ыраша вырса пĕтересси Шерккей çемйишĕн пысăк терт мар. Пăр çапса кайнă çĕрте вĕсем часах çăлса пуçтарчĕç. Тепĕр хирте вара ырашĕ лайăхах пулнăччĕ, анчах унта курăк ытларах пуснăччĕ. Тимрукпа Ильяс кĕлте турттарнă хушăра Селимепе Тухтар пĕр кас çамрăкĕсемпе пĕрле ыттисем патне те тырă вырма кĕрĕшес çÿрерĕç.
Пĕррехинче çапла, каçхине, вĕсем хиртен пĕрле таврăнчĕç. Яла кĕрсен. Ăçтиçук урамнелле пăрăнчĕç те Тухтар тĕлне çитсе чарăнчĕç.
— Çурлăна кунтах хурса хăваратна? — ыйтрĕ Тухтар.
— Тем мар, пурпĕрех киле каймалла-çке… Ыран Элен-тей тетесен Хурăнварти анине вырма каймалла.
— Манăн та каясчĕ, — терĕ Тухтар. —Хăçан каймалла терĕç, пĕлеймерĕн-и?
— Вырăсла апат тĕлнелле… Ывăнмарăн-и паян?
— Ывăнма тетĕн! Санпа пĕрле чух ĕçре те ĕçленĕ пек туйăнмасть… Сайте аккапа калаçмарăн-и, мĕн шухăшлать вăл? —шăппăн ыйтрĕ Тухтар.
Селиме куçĕ йăлкăшса хĕмленчĕ.
— Анне хирĕç пулас çук-ха пире, аттепе темле калаçмалла, çавăнтан аван мар.
Çамрăксем пĕр вăхăта шухăша кайса тăчĕç.
— Элентей хăта ÿкĕте кĕртей. мĕ-ши ăна? —ыйтрĕ Тухтар.
— Чăнах та, — асне илчĕ Селиме, — вăл пирĕн хута кĕретех,
енчен çавна систерейсен… Тухтар, мĕнле тума пулать-ши çакна?
— Пĕлейместĕп те… Куçа-куçăн калаçма именетĕп.
— Чим-ха, Тухтар, — хĕпĕртесе пăхрĕ Селиме, — тетепе малтан анне калаçса пăхтăр. Илтетне? Вăл унпа калаçма чĕлхе çитерет, хамăр телейрен уйăрасшăн пулмĕç вĕсем…
Тухтар ассăн сывларĕ, Селимене тинкерчĕ.
— Мĕншĕн кăна саватăп тетĕн-ши мана эс, — те ыйтса, те хăй шухăшне пĕлтерсе каларĕ Тухтар; унăн чипер сăнарĕнче вĕçĕмсĕр тарăху та пăшăрхану сисĕнчĕ. — Пÿртĕм-йĕрĕм начар, мулăм-хулăм çук, ху çапах та…
— Чĕрÿшĕн юрататăп, Тухтар, унран пысăк мул кирлĕ мар пире. Çапла мар-и, чăнах?
— Çын ăна пĕлмест çав.
— Çын пĕлменшĕн эпĕр айăплă мар, хамăр пĕлетпĕр. Ну, çитĕ ун пирки калаçса, киле каймалла.
— Пĕчченех ярам-ши? Чăн калатăп, сана нихçан та пĕччен çÿретмĕттĕм, алă вĕççĕн çĕклесе çÿрĕттĕм.
Селиме çăмăллăн кулса илчĕ:
— Пĕчченех каям, çын тем калĕ…
Вĕсем уйрăлчĕç. Тухтар ăна куçран çухатиччен пăхса ăсатрĕ. Селиме ярăнса утать, утнă май пĕрмеллĕ аркисем çил çинчи пек хумханаççĕ. Килне çитнĕ çĕре пÿртре амăшĕ хăй кăначчĕ. Апатланнă хушăра тĕттĕм пулса çитрĕ, хăйă çутмарĕç. Селиме паян мĕнле ĕçлени çинчен тĕллĕн-паллăн каласа пачĕ, унтан вара, мĕнле те пулин çăмăл тупса, паян хăйсем Тухтарпа калаçса татăлнă шухăша пĕлтересшĕн пулчĕ, анчах ăна тÿррĕнех пуçласшăн пулмарĕ.
— Анне, — терĕ вăл лăпкăн, — çамрăк чухне эсĕр те кĕрĕшсе вырма çÿренĕ ĕнтĕ.
— Çÿремесĕр! Пуян çынсем пулман эпĕр. Явлăк туян-малăх та пулин ĕçлесе килĕр тетчĕ те кукаму, каяттăмăр. Петюк куккупа иксĕмĕр эрни-эрнипе çын ĕçĕнчен таврăнман. Çапла пулмасăр.
— Аттепе пĕрле вырма çÿремен пуль пĕрре те?
— Ĕçлессе эпĕр ун чухнех ют ялсенче те ĕçленĕ, аçăна курнине астумастăп.
— Мăшăрланиччен те курман теместĕнччĕ-и-ха? — ыйтрĕ Селиме,
— Хăй куртăм тет те, эпĕ хам астумастăп. Пирĕн вăхăтра, хĕрĕм, ун пирки хамăр шухăшламан, шухăшлама та юраман, атте-анне шухăшланă.
Вăл мĕнле качча тухнине Селиме тĕшмĕртетчĕ-ха.
— Эпĕ, анне, ун пек мăшăрланма килĕшес çук пуль, — тесе хучĕ вара.
— Хăвăнтан кăна килет тетне? Çамрăк чух эпĕ хам та çапла пуль тенĕ,
— Эпĕ, кайсан та, савнă çынна кăна каяс тетĕп.
— Тухтара асна илетĕн пуль. Çавăн пирки калатăн-и? — хăйса ыйтрĕ амăшĕ.
Пÿртре тĕттĕм, пĕр-пĕрин кĕлетки кăна палăрать, хутран-ситрен куç йăлтăртатнине уйăрса илме пулать.
— Çавăн пирки калатăп, анне. Начар çын мар тетĕн-çке эсĕ ăна хăвах?
— Çынии начар теместĕп эпĕ, — хĕрĕн хутне кĕрес пек, амăшĕ майĕпен сывлăш çавăрчĕ. — Пĕртте хурламастăп ăна, хĕрĕм. Пуç сывă пулсан, пурнăç пуласса та шанатăп. Аçăна ÿкĕте кĕртсе пулмĕ тетĕп…
— Унпа калаçман-çке-ха пĕрре те…
— Çук, çук, хĕрĕм, ăна ÿкĕте кĕртеймессе ху та пĕлетĕн. Çак эрнере вăл ахаль те тем ытла салхуланчĕ, хавасланас хевти те пулать пек хăйĕн, çавăнтах лаш сывласа илет те пуçне сĕнксе сак çинче ларать. Паян, ав, каллех ăшчикне пусарма кÿршĕсем патне кайрĕ пулмалла, килти ĕç çине те алă выртми пулчĕ тет. «Сывлăху тĕрĕс-тĕкелех-и? »— тесе ыйтрăм та, пĕр сăмах каламасăр тухса кайрĕ.
— Вăл салхуланнине эпĕ хам та асăрхарăм-ха, — терĕ Селиме. — Ĕнер çапла, апатланнă хыççăн чашăк-çăпала пуçтаратăп та, вăл мана халиччен курман пек темле хурлăхлăн пăхнăн туйăнчĕ, ик аллипе чĕркуççинчен çат çапса, картишнелле тухса кайрĕ. Тем пулчĕ ăна, чухлаймасăрах юлтăм.
— Мĕн пултăр, ачам, пÿрт лартас тетпĕр-çке кăçал, çавă шухăшлаттарать: çулĕсем йывăр, тыррине, ав, йĕркеллĕ пуçтараймарăмăр, юрать-ха, ялта ырă çынсем пур, аçана кĕтмелле пулăшса тăма пулнă…
— Анне, енчен те аттепе тетене калаçма асăнтарсан, ÿкĕте кĕртме пулать те пуль…
Селиме тата тем каласшăнччĕ — пÿлĕнчĕ. Ытти чухне вăл хăй амăшĕпе нимĕн пытармасăрах калаçать, кун пирки вара ăна тем вăтантарать, анчах калаçмасан та юрамасть тесе шухăшларĕ вăл паян.
— Калаçтарасах килет-и вара санăн? —ыйтрĕ амăшĕ. Кăштах чарăнса тăрсан, çапла хушса хучĕ: —Çамрăк-çке эс, ун пирки халех шухăш тытмасан та юрĕччĕ, хĕрĕм…
— Çук, анне, эпĕ васкатса каламастăп, сан умăнта улталанас мар тенипе кăна сăмахăма хускатрăм. Тухтар пек ырă çын ялта та çук пек туйăнать, урăх эп пурпĕрех никам енне те çаврăнса пăхас çук…
Амăшĕ ăнланать-ха хĕрĕн шухăшне. Мĕн тесен те, Селиме унăн хĕрĕ-çке. Амăшĕ хăй хĕрне телей сунмасан, кам сунтăр тата? Элентейпе хăй калаçасса татса пĕлтермерĕ пулсан та, ăшĕнче, çак кунсенчех ывăлсемне курса, çамрăксен хутне кĕрсе калаçма шут тытрĕ.
Xvı. Пĕртăвансем
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Шерккей ахаль чухне кун сиктермесĕр тенĕ пек шăллĕ патне килкелесе каяканччĕ, халь акă виçе кун та иртрĕ пулас, çаплах килмерĕ. Элентей инкĕшĕпе калаçнă хыççăн хăй сăмах хускатса калаçма шутламарĕ; ĕçе, мĕн тесен те, палăртмасăртарах тумалла, ку вăл Селимерен те, Тухтартан та тухнă пек ан пултăр. Селимене Тухтар пĕрле пулас тени хăйне калама çук килĕшрĕ. Тухтар ĕçлеме юратаканскер, вăйпитти те чипер, ун пек çынна ялта хисеплемесен юрамасть, тетĕшĕн те хирĕçсе тăма сăлтав çук. Пурлăх-и? Пурлăх вăл сывлăх мар, телейĕсем пулсан, пурнăç майла-шăнарах тăрсан, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăна та пуçтарма пулать, Енчен вĕсем мăшăрлансан, Элентей хăй те вĕсене пĕр тиха ÿстерсе панă пулĕччĕ.
Шерккей хăй шăллĕне курманни тăватă кун иртрĕ; пиллĕкмĕш кунхине Элентей патне пычĕ. Тем ытла пĕтсе кайнă вăл, шурăхнă, Элентей çавна пиччĕшĕ пÿрте кĕрсенех асăрхарĕ. Шерккей хăйĕн шăллĕ умĕнче: «Çывăрайми пултăм, ыйхăм вĕçет, ăшăм вăркать», — тесе тÿрре тухрĕ. Çапла ĕнтĕ вăл, çыннăн вăхăчĕпе ĕçлемелле, вăхăчĕпе канмалла, унсăрăн епле упрăн сывлăхна?
Шерккей пысăк ĕç хускатасшăн иккен. Çулĕ йывăртарах килсен те, урăхран кивĕ пÿртпе пурăнма юрамасть, çĕннине лартма шухăш тытать. Вăрман пирки Усалукпа калаçса пăхнă иккен-ха, касса кăларсан йÿнĕрех ÿкет. Кивĕ пÿртре пурăнма çук ĕнтĕ, вăл çаплах, вăрманне кăларма, ют çын мар, Элентей хăй те пулăшнă пулĕччĕ.
Элентейĕн мăшăрĕ Несихва сĕтел çине сăра ăсса лартрĕ, ачисем — Хампикпе Чĕкеçĕ — тĕпелте, çын пур чухне вĕсем курăнсах каймаççĕ.
— Пулăшмасăр, — терĕ Элентей, Шерккейпе калаçса ларнă ман, — шăллăна шанмасан, епле вăл. Çичĕ юта кайса пуççапмастăн. Вăрманне хăçан кăларас тетĕн?
— Хура кĕрпе касса хатĕрлĕпĕр, — хăпартланчĕ Шерккей, — çуна çулĕ ÿксен, турттарса кăларма майлă пулать.
— Эсĕ, тете, хура кĕркунне çитичченех ан кĕт. Вырса-çапса пĕтернĕ. Пуçăннă ĕçе вăраха ямалла мар… Çитес кунсенчех пĕрле кайăпăр. Илтетне?.. Вăрману ăçта пулать?
— Тĕкĕ хыçĕнче туянтăм ĕнтĕ, укçине те парса хутăм, пĕр тилянккă туянтăм та, йывăççи икĕ пураран та иртет, теççĕ. Хам кайса пăхмарăм та-ха.
— Укçа çук теттĕнччĕ мар-и? Епле апла?
— Йÿнеçтеркелерĕм-ха майĕпен, майĕпен…
— Тилянккипе вăрман туянмалăхах йÿнеçтерме çăмăл мар-ха вăл. Çынна куçăнтан пăхтармастăн пулсан, юрать, — питех шанмасăр пăхкаласа илчĕ Элентей, чăмпах тултарнă сăра куркине тетĕшне сĕнсе. — Тем япала сутмарăн пуль?
— Сутма тетĕн! Лашама сутмăп ĕнтĕ, мĕн сутмалли пур манăн?
— Вăл çапла, тете. Майне килтертĕн пулсан — маттур. Ĕçсе пар.
Несихва пер чĕнмесĕр итлет вĕсен сăмахне. Вăл питех хутшăнса каймасть калаçăва, Сĕтел çине тăваралă çу лартрĕ, халĕ çеç татса килнĕ хăярпа ешĕл сухан хучĕ, çăкăр касрĕ, тăвар лартрĕ.
— Пурнăçу каять, тете. Ачусем пысăкланчĕç. Тимруку хăвна пулăшать. Селиме. Итле, мĕн калам эп Селиме пирки…
Шерккей ĕçсе яман куркине сĕтел çине лартрĕ, хăй шаларах сикрĕ, шăллĕне тинкерсе пăхрĕ.
— Мĕн каласшăн эс Селиме пирки? —ыйтрĕ вăл, тĕлĕннĕ пек пулса.
— Тете, шан эс мана, ук малашнехи шăпине…
— Тем ăнланаймастăп-ха сана, шăллăм, шăллăм…
— Ăнланма кирлĕ те мар. Селимене текех пĕчĕк хĕрача темĕпĕр, хăй пирки хăй шухăшлама пĕлекен çын. Пĕлессĕвех килсен, эпĕ унăн евчи пулнă пулăттăм.
— Ак тамаша! —Шерккей, сĕтел хушшинчен тухса, таса урай тăрăх уткаласа çÿреме тытăнчĕ. Элентей чĕлĕм чĕртсе ячĕ, ÿсĕркелесе илчĕ, калас сăмахне çийĕнчех калаймасăр, аллисемпе сулкаларĕ,
— Эс лар, лар сĕтел хушшине. Чăн калатăп сана. Евчи хам пулатăп.
— Селиме çамрăк-ха, халех ун çинчен шухăшлама та кирлĕ мар. Эс пĕркун та мана тем асăнтартăн.
— Асăнтарса мар, тете, тĕрĕсне каларăм, — сăмахĕ çине тăчĕ Элентей,
Шерккей каллех сĕтел хушшине пырса ларчĕ.
— Хамăр та çамрăк пулнă. Несихвапа иксĕмĕр савса мăшăрланнă. Селимене те çавăн пек пурăнма сунатăп.
Шерккей енчен енне пăхкаларĕ: пÿртре ытлашши çын çук. Сĕтел çине чавсаланса, вăл Элентей патнерех ÿпĕнчĕ те, сăмахĕсене шăл витĕр сăрхăнтарнă пек, шăппăн кăна ыйтрĕ:
— Эсĕ вара, евчĕ пулса, кам ячĕпе ырă сунасшăн-ха?
— Каччи пит чипер. Шăпах хамăр пекки. Пурлăхĕ çуккишĕн ан тарăх. Пĕрне-пĕри юратса хисеплени кирлĕ.
— Çук-ха Селимен ун пекки, — аллине сулчĕ Шерккей.
— Çук-ха тетĕн? Пур.
— Кам вăл?
— Тухтар.
Шерккей хăйне вĕри шывпа сапнă пек сиксе тăчĕ, сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Эс, эс, шăллăм… мĕн-и, мĕн-и, йĕркене пĕлсех калаçатна? Е шÿт тумалла кăна-и? —хĕремесленчĕ вăл.
— Эс лар-ха, лар. Итле ман сăмаха…
Анчах Шерккей ларма шутламарĕ те. Мăшкăлланă пек кăна мар, хăртнă пек туйăнчĕ ăна. «Тухтар, кĕтÿ ачи, ун патĕнче ĕçлесе пурăнакан тарçă! Вăл Селимене куçран пăхма хăймаллă мар. Ăçтан вăл Шерккей кĕрÿшĕ пулма пултарать? Çакăн пеккине илтсен, ял халăхĕ мĕн калĕ? Шăллĕ ырă сунса калатăп тет, ыранах вăрман кăларма пулăшма пыратăп тет, питех кирлĕ пуль эппин сан пулăшни, çавăн пек мăшкăллатăн пулсан. Тупата, çын мар, выльăх та йĕрсе ярас пур», — шухăшларĕ вăл.
— Тарçă вăл манăн, илтетне эс? Илтетне эс? —тарăхса кайрĕ Шерккей,
Вăл темшĕн сĕтел патне пычĕ, Элентее сиввĕн пăхрĕ, Несихвана пăхса илчĕ. Унтан, хывнă шлепкине сак çине хăварсах, шăллĕ патĕнчен алăка шалтлаттарса, тухса кайрĕ. Элентей ăна тем каласшăн пулса чĕнчĕ. Шерккей яхăнне те ямарĕ. Килнелле утнă чух çул хыттипех иртрĕ-ши, хăй çавна та астăваймарĕ. Таврăнсан, пÿртне çиллессĕн кĕчĕ. Куçĕ урмăшнă пек унталла-кунталла пăхать, питçăмартпне пăт-пăт хĕрлĕ пăнчă çапнă, сăмса çунатти канăçсăр чĕтренкелет.
Сайте хăйĕн упăшки темĕне пула çилленннпе çийĕнчех тĕшмĕртсе илчĕ, унпа вăл нимĕн те калаçмарĕ.
— Пĕтрĕмĕр, карчăк, — тăвăлса çитнĕ сывлăшне йывăррăн çавăрчĕ Шерккей, — тинех ял кулли пулса тăтăмăр иккен…
— Акă тата, — хутне кĕрес пек каласа хучĕ Сайте: пăшăрханнă май, типшĕм аллисене пĕр-пĕринпе чăмăртаса шăлкалам пек турĕ, упăшки умне пырса тăчĕ. — Каллех мĕн те пулин инкек ÿкмерĕ пуль-çке?
— Инкекрен те хушă!.. Шăллăм чухлĕ шăллăм пире епле мăшкăллать, мăшкăллать…
— Çиллентермерĕн пуль ăна мĕнпе те пулин?
— Кам? Эпĕ-и?.. Чĕрне хури чухлĕ хаяр сунтăм пулин! — Шерккей хăй мĕншĕн çилленнĕ сăлтавне çаплах тÿррĕн пĕлтермерĕ. «Селиме ăçта, чĕнсе кĕртес ăна! »—тесе кăшкăрса пăрахсан çеç, Сайте унăн тăрăхне тÿррĕн тавçăрса илчĕ. «Ав мĕншĕн çĕткеленет иккен. Апла пулсан, пахчара кантăр татакан Селимене чĕнсе кĕртиччен чĕнменни лайăх», — тесе шутларĕ вăл.
— Ывăлсем тем каласах хăртмарĕ пуль те-ха, — шăпăр тытса, урайне шăла пуçларĕ Сайте.
— Эс пĕлместĕн, эс, амăш пулсан та, ним чухлĕ те пĕлместĕн. Эх! Элентей, ав, евчĕ кĕрĕшет, хĕрне Тухтара парасшăн!
Сайте васкавлăн урай шăлса пĕтерчĕ. Шерккей ĕнтĕ Селиме пирки амăшĕ хăй пекех çилленсе кайĕ тесе шутланăччĕ, анчах Сайте пăшăрханни ним чухлĕ те курăнмарĕ.
— Селиме çамрăк-çке-ха, вăхăчĕ çитсен шухăшлама ĕлкĕрĕпĕр-и? Куç хывакан çынна çилленер мар ĕнтĕ, уншăн çилленмеççĕ, ÿлĕмрен хамăрах курăпăр…
— Вăхăчĕпе мар унта сăмахĕ, — терĕ Шерккей, — шăтăклă шăрçана çĕрте вырттармĕç-ха. Эп çакна каласшăн: Тухтар епле хăйса илешнĕ, акă мана мĕн тĕлĕнтерет.
— Мĕн вара? —ун патнелле çывхарчĕ Сайте. — Сели. ме хăй те çавна савать пулсан, шухăшлама та пулать пуль пĕрех хутран?
— Çав кĕтÿçе-и?.. Эс те вĕсен майлă-и?.. — текех хăйне чарса тăрайман Шерккей, Сайтене çапма тесех, аллине сулса ячĕ. Арăмĕ сак çинелле пĕшкĕнчĕ. Шăпах çав самантра пÿрте Элентей килсе кĕчĕ.
— Аллу ирĕкре-им? Çапма пĕлместĕн, тете! —кăшкăрса ячĕ вăл кĕрсенех. — Пуçран çапмаççĕ ăна. Элле вĕрентем-и? Аллăм ахаль те кĕçĕтсе тăрать!
Шерккей тенкел çине халсăррăн кайса ларчĕ.
— Пикене пÿрнÿпе ан тĕк. Хăвна ăса кĕртсе хăварăп. Илтрĕне? Пĕлнĕ пул çавна. — Элентей тетĕшĕ патне пырса ларчĕ. — Ме шлепкÿне, ман патăмра манса хăварнă. Шлепкине манакан пуçне те манма пултарать. Урăх ан хирĕç. Усси çук.
Сайте çĕкленчĕ, куçне шăлчĕ, туснă явлăкне тÿрлеткелерĕ, тĕпелелле иртрĕ. Хăй ырă та, хаяр та чĕнмерĕ.
Пурсăр та пĕр майлă иккен, — халь-халь йĕрсе ярас пек хурланса каласа хучĕ Шерккей, — пурсăр та мана тĕп тăвасшăн эсĕр. Хăвастунсем! Кама инкек сунатăр?
— Ху валли ху тупатăн…
Пÿрте Тухтар килсе кĕчĕ. Ăна-кăна нимĕн те пĕлменскер, вăл сăмахне лăпкăнах пуçларĕ.
— Вăрăмккана вăрмана кайма хутлас пуль? Ыран хăш вăхăтра тухса каятпăр? — ыйтрĕ вăл пуçне сĕнксе ларакан кил хуçинчен.
Шерккей ларнă çĕртен тăчĕ. Тухтара чи малтанхи хут курнă пек уринчен пуçласа пуç тÿпине çити пăхрĕ, унтан икĕ чăмăрне çÿлелле çĕклерĕ те:
— Тух-хса-тухса кай ман çуртăмран, кĕлĕмçĕ, хăртăк, саплăк!.. — сурчăкне сирпĕтсе кăшкăрашрĕ вăл. — Селимене куç хывма-и? Халех тухса кай!.. Урăх ман çурта нихăçан та килсе ан кĕр, куçăма ан курăн, ан курăн!..
Элентей ларнă çĕртен çĕкленчĕ.
— Эс, тете, майĕпентерех, — Тухтарпа унăн хушшине кĕрсе тăчĕ вăл. — Тухтар, ырă чухне эс кунтан пăрăн-ха… Ытла паттăрланнă-çке паян тете? Курманччĕ. — Унтан Шерккей еннелле çаврăнчĕ. — Вăйна ниçта чикейместнем?
Тухтар хăвăрт тухса кайрĕ.
— Кур-ха эс, — сăмахне малалла тăсрĕ Элентей. — Лайăхпа калаçса пăхасшăн та санпа — турту кĕске. Кала, мĕншĕн Тухтара çиллентĕн?
Вĕсем пĕр-пĕрне куçа-куçăн пăхса тăчĕç, унтан Элентей ăна хулĕнчен тытрĕ, вара иккĕшĕ те урлă сак çине
пырса ларчĕç.
— Ах! —терĕ Шерккей чăтса тăрайман енне.
— Хирĕçмĕпĕр! —шăппăн каласа хучĕ шăллĕ. — Санпа эпĕр пĕртăвансем. Кирлĕ чухне пĕрне-пĕри калама çук кирлĕ пулатпăр. Хирĕçсен те — пĕр юн, пĕр атте-аннерен. Ыттисем ырă сунасса ан кĕт, тете. Мана итле. Каланăшăн йывăра илмелле мар. Хăвăншăн ăнлан. Канашăм тĕрĕс, халиччен эс çавна тавçăрма кирлĕ. Тухтар терем. Тухтар маттур. Ун çуклăхĕшĕн иксĕмĕр айăплă. Эсĕ манран айăплăрах. Сассăмăра çĕклетмĕпĕр. Телейлĕ пулаççĕ вĕсем, тете, Итлетне?
— Мĕн сăмах вакламалли пур! —тарăхсах каларĕ Шерккей. — Селимен ашшĕ-амăш çук-и? Эпĕр йĕркерен тухнă çынсем-и? Селимен, пĕлессÿ килсен, хăйĕн шăпи пысăка ĕмĕтлентерет.
— Сăмаху ăçталла туртăннине пĕлместĕп тетне? Тухăçран тухать хĕвел. Эс Селиме шучĕпе пуйма хĕрĕнетĕн. Çуралман такан какайне çиесшĕн. Пĕртен-пĕр хĕрне Нямаçа качча парасшăн. Пуçна пулать! Илтетне?
Тăр уяр кун аçа çапнă пек илтĕнчĕ Элентей сăмахĕ. Сайте тĕпелтен васкавлăн тухрĕ, сăнĕ-пичĕ сасартăк шурса кайрĕ унăн.
Вăл Элентей умне пырса тăчĕ.
— Нямаçа?.. Ывăлсем, эс Нямаçа терĕн пулас?.. Кантюк папай Нямаçне асилмерĕн пуль те?
— Ха! Ялта урăх Нямаç та пур-и?
— Тупата, пÿлĕх кăна ан илттĕр сан сăмахна…
— Тетене кĕреке курки сар мăйăхĕшĕн суйлаттараççĕ тетне?
— Пĕтрĕмĕр пуç! — аллисене шарт çапрĕ Сайте, — ывăлсем, эс йĕркеллĕ калаç-ха… — Сайте пĕрре Элентее, тепре Шерккее пăшăрханса пăхкаларĕ, тинех ĕнтĕ сăмахĕсем те чипер çыхăнмарĕç. — Ай тупата! Ай тупата! Тем курса тăрас пур иртен кунра. Нямаç…
Шерккей чăтса лараймарĕ.
— Сирĕн пĕрин те ĕçĕр çук унта! —кăшкăрса пăрахрĕ вăл, — эпĕ хам хĕре хам хуçа, кĕлĕмçĕсене кĕрÿ тума кĕтсе те тăмăп-ха… Тете тетĕн, тете тетĕн, тухса кай кунтан эсĕ те…
— Ха! Хăвала та пуçларăн иккен мана? Ха-ха-ха-ха!
Элентей те кулас килсех кулать, те ыттисене те култа-
рас тет. Кулнă чух вăл хăй умĕнчи çынна куçран тÿрех пăхать.
— Юрĕ. Эпĕ, тете, тухса кай темесен те каятăп. Анчах çакна пĕлнĕ пул: Селиме ятне ярсан, хăвна йывăр пулать. Тупа тăватăп! Урăхла пулмасть.
Шерккей, асли пулсан та, шăллĕ умĕнче хăйне темле çыхăннă пек тытрĕ. Мĕншĕн-ха унăн шăллĕ сăмахĕсене итлемелле, мĕншĕн ун ăна пăхăнса тăнă пек туймалла? Çитет! Вăл хăй пуçсăр-шухăшсăр çын мар. Çилленнĕ вăхăтра вăл та тапса тимĕр татма хатĕр. Куçĕнче юн каплантарса пăхрĕ вăл Элентее.
— Э-э, тете тетĕн-ха, нимĕнле шăллăм та çук манăн паянтан вара! Ман пата урăх ура ярса ан пус, йăлăнассăм та çук. Ăшçунтармăшсем эсир пурсăр та… Хам çуртра та эпĕ хам хуçа мар-им? Тухса кай кунтаи! Халех!..
— Юрĕ, ан ман эппин каланă сăмахсене. — Элентей ларнă çĕртен вăшт сиксе тăчĕ, алăк патнелле мăнаçлăн утрĕ. Унтан каялла çаврăнчĕ те Сайтене пăхрĕ. —Инке, — терĕ вăл, — тете харкашма тытăнсан, чуптар ман пата Ильясна. Илтрĕне?
Вăл алăка тачă хупмасăрах тухса кайрĕ.
Хvıı. Тунсăхланă çуртра
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Шерккей хăваласа кăларнă хыççăн хуйха ÿкнĕ Тухтар ик-виçĕ кун хушши хăй килĕнчен тухмарĕ. Унăн пĕр ĕç патне те алли çаврăнмарĕ. Селиме пирки вăл татти-сыпписĕр кулянчĕ. Мĕн начаррине кăтартрĕ вара вăл халиччен хисепленĕ йыснăшне, мĕншĕн йыснăшĕ ăна чуна ыраттармалли сăмахсемпе ятласа тăкрĕ?..
Ытла кĕске вăхăта пулчĕ çав вĕсен пĕрлехи телейĕ, — кĕрхи ачаш хĕвел çути пек, кăшт çеç йăлкăшса вĕсен чĕрисене ăшăтрĕ те, унтан йывăр та тĕксĕм пĕлĕтсемпе карăнса,
курăнми пулчĕ. Тухтар айăплă-и вара Селимене савнăшăн? Ача чухне кĕтÿ кĕтнĕшĕн ăна халь те хăртмалла-нм ĕнтĕ? Кĕтÿçĕ те тепĕр тесен, çын, вăл та чĕресĕр мар, эллин, ăна мĕншĕн çаплах мăшкăлламалла?..
Тухтар чĕри пуринчен ытла Селимешĕн пăшăрханать. Ашшĕ халь ăна ирĕн-каçăн ятлать пуль, çăвар уçтармасть пуль, сăмах ман Тухтара та каламан сăмах хăвармасть ĕнтĕ. Çук, урăхран вăл хăй тĕллĕн вĕсем патне пырса кĕмест. Çакăн хыççăн алăк хăлăпĕ ăçта иккенне те манса кайăн.
Аптранă енне Тухтар ĕнер кăна хĕлĕх карса пĕтернĕ кĕслине тытрĕ. Темле çыхăнусăр кĕвĕсем салхуллăн нăйăлтатрĕç. Вĕсен вĕçĕ те, пуçламăшĕ те пулмарĕ, йывăррăн ахлатнă пек илтĕнет хĕлĕх сасси. Çакăн пек чухне алла кĕсле тытса ларайăн-и, тата темле сăмах та илтес пур…
Тухтар тытнă кĕслине каллех çакса хучĕ.
Теплерен ун патне Элентей пырса кĕчĕ. Тухтар хăй куляннине никама та питех кăтартасшăн. марччĕ. Çын хуйхине çын пĕлмест, ăш темле çулăмпа çунать пулин те, тĕтĕм тухни курăнмасть. Элентей умĕнче вăл кăштах хăпартланма та пăхрĕ. Анчах Элентей ăна витĕр курать.
— Пуçна ан ус, каччă!
— Çук-çке, хăта… — ассăн сывларĕ Тухтар.
— Ырă сунса кĕтĕм. Ан хуйхăр, ан пăшăрхан. Куçăн курса калаçрăм. Вилет саншăн. Каламасан та пĕлетĕн. Ах, çамрăксем…
Сăмах хыççăн сăмах. Урăх шухăшсем те пуçа сахал мар çавăраççĕ. Кунсем типĕ тăнă чух ик-виçĕ лав та пулни турат тиесе килмеллеччĕ, Элентейĕн лаши халь пушах тăрать иккен. Çĕрулми кăларма вăхăт çитет. Пулăшма пырăн тет Элентей Тухтара. Пымасăр! Хăтин сăмахне вăл хĕпĕртесех йышăнчĕ. Вăрмана кайса кил тенĕшĕн те савăнчĕ. Турат турттарма вăл ыранах тухса каять. Çитес кунсенче Элентей лашипех хăй валли ик-виçĕ лав турттарса килет.
Элентей кайнă хыççăн Тухтарăн кăмăлĕ чăнласах та уçăлчĕ, çунат хушăнчĕ тейĕн. Вăл пахчана тухрĕ. Çамрăк улмуççисем пит лайăх хунаса кайнă. Сыхлама ал çитерейсен, тата виç-тăват çултан Тухтарăн хăй пахчинче панулми пулать. Тухтар çĕрулми шăтăкне тасатса пĕтерчĕ. Каçкÿлĕм, кĕтмен çĕртен тенĕ пек, Селиме курăнса кайрĕ.
— Селиме, эсĕ-и? —хĕрелсе кайрĕ Тухтар. — Ак кĕтменччĕ… Атя пÿрте.
— Аллăна та пулин çу, ăçта васкатăн? —йăл кулса илчĕ Селиме.
Алăк умĕнче шыв витри. Селиме шыв ярса тăчĕ, Тухтар васкавлăн çăвăнчĕ.
Пÿрчĕ пĕчĕкçĕ пулсан та, шалта кăмăллă. Тухтар çĕнĕ шкап та туса пĕтернĕ иккен. Тупата, ăçтан кăна ĕлкĕрет, ĕçсĕр чунĕ чăтмасть çав унăн.
Селиме, аллине шăпăр тытса, урайне шăлса кайрĕ.
— Кĕтменччĕ пуль çав, манса та кайрăн пуль… Эс, мĕн, тем пĕтсе кайнă пек курăнатăн, чирлемерĕн пуль? — пит-куçран тинкерсе пăхрĕ Селиме.
— Çук-çке. Ăçта унта чирлеме, вăхат та çук! Ыран, ак, вăрмана вутă турттарма каятăп, Элентей хăта каларĕ.
— Тем, шуралнă пек курăнатăн та…
— Каçсерен çывăраймастăп… Сана та курасшăн тунсăхласа çитрĕм, — терĕ те Тухтар, хăй çапла хăйса каланинчен кулса ячĕ, пичĕ те хĕрелĕ пуçларĕ. Селиме кулмарĕ,
— Хамăн та сана курас килчĕ çав, — терĕ вăл. — Аттепе шăллăм вăрмана кайрĕç. Сана анне чĕнсе ячĕ, пĕрле апат-ланăпăр тет.
— Сирĕн пата епле пырса кĕрессе те пĕлместĕп.
— Мĕн пĕлмелли пур унта? Аннене йывăра илместĕн-çке эс! Çапла-и? Вăл кирек хăçан та пирĕн майлă.
— Аçу пит ятларĕ пуль сана?
— Мана? —чĕререн тĕлĕнчĕ Селиме. — Мĕншĕн ятлатăр вăл мана? Анне, ман хута кĕрсе, ăна ятларĕ-ха. Пĕлетне, мĕн пирки?
— Пĕлместĕп, Селиме.
— И-и, тупата, илтсен кулса вилĕн… Атте мана… Ня-маçа парасшăн тет…
— Нямаçа? —шартах сикрĕ Тухтар, — Акă сана!
— Ара, кулăш мар-и, чăнах? —вăрăм куç хăрпахĕпе карăннă куç кулас çĕртен пăшăрханнă пек пулчĕ. — Мĕн эс хăраса ÿкрĕн?.. Çук, çук. Тухтар, ан шухăшла кирлĕ мара. Тĕнчере, çав урçана куçран пăхиччен… Ĕнтĕ, вĕсем пуян тесе, ял кулли пулас çук-ха. Элентей тете аттене хытарсах каларĕ: «Çавăн пек пулсан, — терĕ, эпĕ сана та, Нямаçа та çутă кун кăтартмастăп», — терĕ. Тете кирек хăçан та хăй сăмахĕ çине тăрать. Атте çавăнтан вара шăпăрт пулчĕ… И-и, эс нимĕн те пĕлместĕн иккен-ха…
— Чим-ха, Селиме, Элентей хăта вăл пĕр шухăшламасăр çапла каламан ентĕ, мĕн те пулин пĕлет пулинех, — шухăша кайса, сăмах хушрĕ Тухтар.
— Вăл мĕн пĕлессе пĕлместĕп те, атте пĕркун Нямаç тетесем патĕнче хăнара пулнă, çавăн чухне аташса калаçнă пулсан кăна. Ĕçкĕлле çын темĕн те персе яма пултарать теççĕ, и-и, ун пек сăмаха вырăна хумалли çук, эс те ун пирки ан шухăшла, Юрĕ-и, Тухтар? Пустуя пуçна ан çавăр, шан мана.
— Ытарайми Селиме! Сана та шанмасан, тата кама шанмалла? Акă халь те килсе, чĕр шыв сапнă пек, чуна уçăлтартăн…
Селиме тĕрлĕ енне пăхкалать. Малти вăрăм сак çине кăтартса:
— Кунта эпĕ кашма сарнă пулăттăм, — тет Тухтара, — çĕнĕ кашма пур, анне юри ман ята çаптарнă, вăрăм, икĕ хут хутлатсан та çитет пуль. Чÿречене сĕлкĕ карăттăм. Эс курман-ха вĕсене, хам тĕрлерĕм, яраписем урайне çити усăнса анаççĕ. Эпĕ вăрăм сĕлкĕ юрататăп. Манăн пилĕк сĕлкĕ пур.
— Кунта икĕ чÿрече кăна, Селиме.
— Çавă лайăх та, час-час сĕлкĕ çăвас чăрмавĕ пулмасть, ялан шурă. Эпĕ, Тухтар, шурă тĕсе юрататăп, пĕтĕмпе шурă та таса пултăр: кăмака шурă, чÿрече шурă, вырăн та шурă пулсан, ытарма çук пулать… Кивĕ кравать вырăнне çĕннине тусан та лайăх. Хам çакăнта пул-сан-и, тупата, çак пĕчĕк пÿрте эрне хушшинче курница тĕсĕ кĕртетĕп…
— Пурте пулать, Селиме, пурте пулать, — терĕ вăтаннă Тухтар. Çуртра тирпейлĕх тытасса вăл халиччен аса та илместчĕ-ха: килен-каянсем ун патĕнче сайра пулаççĕ, вĕсем те пулин арçынсем кăна.
— Лар, Селиме, мĕн ура çинчех тăратăн?
Селиме хăй мĕншĕн кунта килнине тинех асне илнĕ пек пулчĕ.
— Эпĕр сÿпĕлтететпĕр кунта, килте яшка та сивĕнсе кайрĕ пуль, атя хăвăртрах, чĕнме килтĕм терĕм-çке.
— Аплах ан васка ĕнтĕ, — Селиме ларманнине пула, Тухтар та ура çине тăчĕ. — Ĕлкĕрĕпĕр-ха, энчетрен пĕрре килетĕн те, унта та пулин кăштах та йăпанасшăн мар.
Тайнă алăкран хăмăр йытă çури пÿртелле кĕчĕ. Вăл Тухтар патне пырса ачашланкаларĕ те, Селимене пăхкаласа, урайне выртрĕ.
— Епле ÿссе кайнă сан йытту! Чулай ятлă тетне-ха?.. Чулай, кил кунта, кил кунта. Епле эс куçран çын пекех пăхатăн, — Селиме хăй патне пынă йытта çурăмĕнчен ачашласа лăпкарĕ. — Выçă мар-и вăл санăн? Мĕнпе усратăн?
— Хам мĕн çиетĕп, çавна çиет, нимĕн те тиркемест,
Селиме салхуланчĕ. Тухтар хăй мĕн çитĕр ĕнтĕ? Çĕрулми. Çăкăрĕ те сахал пуль-ха. Пур пек тырри те Селимесем патĕнче-çке.
— Пирĕн атте йыт-кушака ним чухлĕ те хĕрхене пĕлмест. Астăватна, пирĕн хĕрлĕ кушак пурччĕ? Атте çавна çапса вĕлерчĕ.
— Чĕлхесĕр чуна епле хĕрхенмелле мар?
— И-и, асĕнче те çук… Çапла, шухăшлатăп та эпĕ, Тухтар , атте пирĕн çынна та чĕререн хĕрхенме пĕлмест пуль… Тăван аçу çинчен ун пек калаçни аван мар та, тĕрĕссине пытарма кирлĕ мар. Эс мĕнле шухăшлатăн?
— Пĕлместĕп çав, Селиме, йысна пирки хальччен йывăр каламан, халь те мĕн каламаллине пĕлместĕп…
— Эх, пĕлместĕн çав эс аттене, — тарăн шухăшлăн каларĕ Селиме. — Тăрăшать вăл, ĕçленĕ чух çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлет, пире те канăç памасть, вăл енчен аван ĕнтĕ, анчах чĕрипе чурăсрах. Аннепе çавăн çинчен калаçатпăр та, арçын вăл пурте çавăн пек тет анне. Чăнах та çапла-и?
— Арçын ачашланса тăма юратмасть çав ĕнтĕ.
— Ачашланни çинчен сăмах пымасть-ха, çуламан пăрăва эпĕ хам та тиркенĕ пулăттăм… Ну, каяр хăвăртрах, яшка та сивĕнчĕ пуль. Ав, хĕвел анать.
Анăçри вăрман тăрри ылтăнăн-мерченĕн кăтраланнă, пăхсан, куçа йăмăхтарать. Тухтарпа Селиме пÿртрен васкамасăр тухрĕç. Йытă, хуçи хăйне пĕрле чĕнменнине пула, пăлтăр алăкĕ патĕнчех тăрса юлчĕ. Çамрăксем Тукасалла утрĕç. Вĕсем çитнĕ вăхăтра Сайте пÿртрен шăна хăваласа кăларатчĕ. «Кăшш! Кăшш!.. »—тет вăл, аллинчи тутăрпа саппунне сулкаласа. Шăнисем сулхăн пăлтăралла тухас-шăнах мар.
Çак иртнĕ кунсенче Селиме амăшĕ те сăнран улшăннă пек туйăнать. Ахаль чух ялан хĕрлĕскер, халĕ вăл шуралнă пек, çÿхелнĕ сăмси вĕçленнĕрех пек курăнать, куçĕ, ĕлĕкхи пекех йăваш пăхать пулин те, ĕшеннĕ пек, — Тухтар çавна пÿрте кĕрсенех асăрхарĕ.
Тухтара Сайте, тăвана хисепленĕ пек, хапăл туса йышăнчĕ… Хальхи пек пысăк ĕç хускатса янă вăхăтра йыснăшне Тухтартан урăх кам ытларах пулăшнă пулĕччĕ-ши?..
Селиме сĕтел çине яшка лартрĕ. Ăшă пăс пÿртре ырă шăршă сарать.
— Атя, Тухтар, лар-ха эс те, юрма салми çиер.
Сайте кашăк хурса тухрĕ, апатланма ларчĕç.
Çил хапхи çав самантра чĕриклетсе уçăлчĕ, картишĕнче ура сасси илтĕнчĕ. Ак тата — Шерпике иккен! Юмăçа тата тем кирлĕ пулчĕ пуль.
Шерпике пÿрте кĕчĕ. Килйыша вăл телей те канлĕх сунчĕ. Хĕсĕк куçĕпе урмăшса пăхкалать, пит-куçĕ таçта шур тăмпа шуралкаланă; вараланнă пек курăнакан çÿç пайăркисем явлăк хĕрринчен пытарăнмасăр курăнса тăраççĕ. Çăварĕ яланхи пекех çурма уçă. Сарăхнă шăлĕ вĕтĕ те сайра.
— Хуçа килте çук-им тата, ун патне килсеттĕм те, — терĕ вăл, пĕрре Сайте çине, тепре Тухтар çине ачашшăн пăхса.
Хĕрарăм, пÿрте кĕрсенех, апла калаçакан марччĕ. Сайте, кăмăлсăрланчĕ пулин те, хăйĕн хавалне палăртасшăн пулмарĕ. Аллинчи кашăкне сĕтел çине хурса, ларнă çĕртен ура çине тăчĕ.
— Вăл вăрмана кайрĕ-ха… Ирт кунталла, лар пирĕнпе пĕрле сĕтел хушшине, апатланăпăр.
— Апат тĕлнех пултăм иккен, савакан хунеме çук та-ха ман…
— Пулĕ-ха, ара, вăрăм кунăнта, лар тетĕп.
— Ĕрехмет, Сайте аккам, чысăм пулмасан та, сăвапăм çиттĕр, ырă сунас кăмăлăм виттĕр, — васкамасăр тĕпелелле иртрĕ вăл, хăй çаплах Тухтар çинелле чалăшшăн пăхкалама пăрахмарĕ. — Ку тата… Тухтар кĕтÿçĕ, мĕн туса çÿрет сирĕн патăрта? —тесе хучĕ вăл, куçне-пуçне чалăртса.
— Ак ĕнтĕ! —юмăçăн вырăнсăр сăмахне вăхăтра пÿлчĕ Сайте, — хамăр çын-çке вăл, епле мĕн туса çÿрет пулать?
— Кай, ка-ай, тупата…
Юмăçăн вĕçлеке янахĕ чĕтренсе-туртăнса илчĕ, çеçке-леннĕ тути хĕррине сурчăк кăпăкĕ хытă-хытă пирченĕ. Калас килнĕ сăмахне ниçтан калаймасăр аптраса тăрать.
— Çын çинче йĕркеллĕрех пулăр-ха, —лăплантарасшăн пулчĕ ăна Сайте, çавăн пек тÿрмен сăмахсем илтнипе çилленĕ пуçланăскер, — çăкăр умĕнче ун пек хаяр калаçасси пирĕн йăлара нихçан та пулман.
— Çăкăр умĕнчерен калатăп та, — çийĕнчех пÿлчĕ ăна Шерпике. — Чăннипех калатăп: хăвăн çунату айне ан илĕштер çак усал çăхана! Пĕлетĕп ăна эпĕ, ах, лайăх пĕлетĕп.
Тухтарăн аллинчи кашăкĕ сĕтел çине шăлтăрт тухса ÿкрĕ.
Çак юмăçăн мĕн пĕлесси пултăр ун пирки? Элеклес тесен, мехелне çитерĕ-ха вăл çапах та. Тухтар хăй валли мĕнле те пулин хÿтлĕх шыранă пек, пĕрре Сайте аппăшне пăхрĕ, тепре Селимене. Юмăç ун çинченех çапла хăртса каларĕ-çке?.. Чăтаймасăр, вăл ларнă çĕртен тăчĕ, сĕтел хушшинчен тухасшăн туртăнчĕ.
— Лар чиперех. Тухтар! —чавсиичеи кăлт тĕртрĕ Селиме. — Вырăнтан ан сик. Кашни ухмахăн сăмахне чĕре
патне илсен, çут тĕнчере пĕр кун та пурăнма юрамасть.
— Селиме, эс мăштах тăр-ха, — чарчĕ ăна амăшĕ.
— Апла-и? Апла-и?.. — урай варринелле иртсе тапăр-татрĕ юмăç. — Хăвна хура инкекрен çăлса хăвартăм та… ухмах тетнем мана — тав сăмахĕ илтес тĕлĕме? —шăртланчĕ юмăç; унăн ытти чух хĕсĕк куçĕ вăр-çаврашкан курăнчĕ, унтан кулкалам пек туса хăтланчĕ, сассине сасартăк йăвашлатрĕ. — Мĕскĕнĕм, санăн хăвăн суйланнă çынну пулать, пĕлетне çавна? Кун пек хăртăк мар, кам иккенне халлĕхе пĕлместĕн пулсан, ыран-паян тĕлĕкĕнте курăн.
— Эс Нямаç евчи пуль-ха? —касса пăрахас пек каласа хучĕ Селиме. — Апла пулсан, кăлăхах кĕрĕшетĕн. Манăн хам тенĕ çыннăм тахçанах пур, хам хутăма çичĕ ют кĕрсе хĕрхенессе кĕтместĕп-ха.
— Ав, мĕнле ăншăртла хăват пÿлет иккен сана.
— Шерпике акка, — терĕ Тухтар, чĕтренерех тухакан сасăпа. — Сана эп нихçан та пĕр хаяр сунман-çке, мĕншĕн мана çаплах йывăр калатăн?
— Тухтар, эс Тукасалла ан çÿре, ху пеккине шыра! — куçне-пуçие çиçтерсе каласа хучĕ юмăç,
— Ав, мĕншĕн иккен, — тинех тĕшмĕртем пек пулчĕ Сайте. — Ну, апла пулсан, питех хăрамалли те çук. Тухтар вăл хамăр çын-ха, килĕ те, кайĕ те.
— Ман çула эс пурпĕрех пÿлес çук, Шерпике акка, — терĕ Тухтар та.
— Хăçантанпа сан акку пултăм-ха, хăртăк, ыйтакан?.. Ан çÿренĕ пултăр ку еннелле! Пĕлнĕ пул; хĕл кунĕнче уруна тăсăн, çу кунĕнче шăмму витĕр тилпĕрен шăтса тухĕ…
— Ах, сăмахусем те санăн… Çавăн пек калаçасшăн килтĕне кунта? —тарăхса çитрĕ Сайте те.
— Тухса кай кунтан, ирсĕр тухатмăш! —тек чăтса тăраймасăр кăшкăрса пăрахрĕ Селиме. Вăл сĕтел хушшинчен сиксе тăчĕ. — Кур-ха эс, телей валеçме тухнă, ырă ята кĕресшĕн, — терĕ те, юмăç патнелле çывхарса, алăк енне кăтартрĕ: —Ну, тухса кай тенĕ сана! Тĕсÿ ан курăнтăр урăхран!
— Ай-яй-яй! —çапса ÿкернĕ чухнехи пек йынăша пуçларĕ юмăç. — Ырă пÿлĕх-турăçăм, ырă пÿлĕх-турăçăм… — мĕнле килсе кĕнĕ, çаплах хăй тĕллĕн мăкăртатса тухса кайрĕ юмăç.
— Сывлăш та пулин тасалтăр, — терĕ те Селиме пÿрт алăкĕпе пăлтăр алăкне яри тайрĕ. Пăчă пÿртре чăнласах сывлăш уçăлчĕ.
ХVIII. Харсăр алăсем
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Вăрман ĕçĕ çаплах ăнса пырасса Шерккей кĕтменччĕ.
Çурт лартас тесен, нуши сахал мар ĕнтĕ, чăнласах та. Вăрманне илни лайăх-ха вăл, халь ăна касмалла, турттарса кăлармалла. Пĕлекенскере çав ĕçе тăвасси йывăр мар пуль, çын туман ĕç мар-ха, анчах Шерккей ун пек-кун пек ĕçпе хальччен тертленсе курманччĕ. Вăрманĕ унăн питех инçе мар. Улатăр çулĕпе кайсан, Пысăк Хырлăхра.
Аслă çулпа икĕ вăрăмкка урапа пырать. Анаталла май лашисем пĕр канăçсăр юртаççĕ. Кашни урапа çине икшерĕн ларнă: малта Шерккей Тимрукпа, кайри урапа çинче Шерккее пулăшма пыракан Пикмăрсапа Аттилля Йăкăначĕ. Иккĕшĕ те пĕр кас çыннисем.
Çулçă сарăхма ĕлкĕреймен-ха. Вăрман аякран кăн-кăвак курăнать. Вырăнĕ-вырăнĕпе, Хайпăла хыçĕнчен пуçласа мĕн Патирек енне çитичченех, вăрман хĕрлĕн палăрать, унта яхтă вăрманĕ. Тимрук пĕррехинче çав вăрман хĕррине путек сырăшĕ валли çапă касма кайнăччĕ.
Усалук тарçи — Вăрăм Сантăр—вăрман хĕрринчи пĕчĕк çуртра пурăнать. Шерккей ун патне çитсе чарăнчĕ. Сантăр ăна, Усалукпа калаçса татăлнă тăрăх, тилянккă кăтартмалла. Вăрăм Сантăр хăй тенĕ çынпа калаçма тарават иккен, Шерккее вăл тахçан палланă çын пек кĕтсе илчĕ, ыттисене те хăй патне кĕрсе тухма сĕнчĕ. Пĕчĕк чугунпа чей вĕретсе пачĕ, çăкăр касрĕ, хуппипех пĕçернĕ çĕрулми лартрĕ, Сантăр кунта пĕр-пĕччен пурăнать иккен, çемйи ялта. Вăл çÿллĕ çын, урисем тăсмака, утасса талпăнса утать, вăрăм аллисене çурма авăнчăкрах тытать — халь-халь мĕнле те пулин шатраллă çамкине лаппипе тенĕ пек куç харши пуснă та, арпалăхран тинкерсе пăхнă пек хура куçĕ çеç йăлтăртатса пăхать.
— Миçе пăчкăпа килтĕр-ха? —тÿрех ĕç çинчен сăмах хускатрĕ Сантăр.
Шерккейĕн икĕ пăчкă. Сахалтарах çав. Кĕр вăхăчĕ шанчăклă мар, йĕпе-сапа пуçланас пур, ĕçне вăраха ямасан юрĕччĕ. Сантăр кунта вăрман ĕçлекенсенчен пĕр-икĕ çын хăй те тупма пултарĕччĕ, енчен Шерккей пĕрер пăт çăнăх-и унта, кĕрпе-и — ирттерейсен. Виçĕ пăчкăпа ĕçлесен, пĕтĕм тилянккине виçĕ кун хушшинчех тасатма пулать иккен; Шерккей, ав, виçĕ эрнере те ĕçлесе пĕтереймĕпĕр тесе пăшăрханатчĕ; виççи виçĕ кун пулмасан та, эрне хушшинчех пĕтерме пулать пулсан, ăçта каймасть пĕр-икĕ пăт кĕрпе? Ырă канаш панăшăн ĕрехмет тесе тав турĕ вăл Сантăра.
Сантăр тепĕр çын кăна тупса килчĕ. Çынни ирçе пулмалла, Сантăр пекех паттăрскер, сарлака, вăйлă пек курăнать, пĕлнĕ-пĕлмен сăмахсемпе чăвашла та перкелешет.
Хисеплĕ вăхăчĕсене вăраха ямасăр, вĕсем ушкăнĕпех аслă çулпа вăрмана тухрĕç. Ушкăна Сантăр хăй ертсе кайрĕ. Уçланкă урлă вĕсем тÿрĕ каçрĕç, унтан курăк пуснă çулпа вăрманалла пăрăнса кĕчĕç.
Хĕрлĕ пĕсехеллĕ улатакка, шĕкĕ хурчĕ шыраса, йывăçран йывăçа шаккаса çÿрет. Çерçи хурчăки—сунарçă — аялтанах сăнă пек вĕçсе иртет те, çулçă хушшине кĕрсе, куçран çухалать. Çурта пек йăрăс яхтăсем тÿп-тÿррĕн тăраççĕ. Тăррисенче çеç, çу кунĕнче хĕвел хĕртесрен, хĕлле сивĕ тивесрен сыхланнă пек, пуçĕсене чăвашла çавра çĕлĕк лартса янăн курăнаççĕ. Ешĕл çĕлĕкĕсем кăтра вĕсен, йăрăм-йăрăм, ука ярапа аннă пек, сарă кăрккисем çакăнса тăраççĕ. Çамрăк чăрăшсем ешĕл тухъя тăхăннă евĕр илемлĕ. Вырăнĕ-вырăнĕпе мăй таран хăях, аяккисенче тĕммĕн-тĕммĕн хĕрлĕ шăлан палăрать, çырли хĕп-хĕрлĕ пиçсе çитнĕ. Шаларах кайнăçемĕн чăтлăх пуçланать, чă-рăшпа яхтă хушшинче чечен хурăн курăнать, вăл шурă шупăрне ури тупанне çити пĕрсе лартнă сарпике пек, лăпкă çил унăн ешĕл çÿçне васкамасăр турать. Акă пĕр пĕчĕк çавра кÿлĕ хĕрринче ватă вĕрене авăнса аннă, хуçăк тăрăллă турачĕ çÿлелле кармашнă, йывăççи хăй вара хальхаль шыва выртса çăвăнассăн туйăнать; вăл çакăнта çитсе чарăннă та кăштах канса илме чавсаланса выртнă тейĕн. Сăртрарах, уçă çĕрте, черченкĕ ăвăс тĕллĕн-паллăн ÿсет. Хулăн мар вăл, çинçешке, тĕсĕ те ытти йывăçсенни пек мар, пăспа пасарнă пек, имшеркке турачĕ те çара, сайра çулçи çилсĕр-мĕнсĕр чухне те силлене-силлене илет.
Вăрман касма пыракансем сăрт урлă каçрĕç, мăклă шур хырçине чарăнчĕç,
— Акă, сан вăрману çакă пулать ĕнтĕ, — аллисене сарса кăтартрĕ Сантăр. — Урăх кайма та кирлĕ мар. Лашасене çакăнта тăваратпăр та ĕçе тытăнатпăр.
— Çак-и? Çаках-и? — Шерккей калама çук хĕпĕртесе ÿкрĕ. Куçĕ çупа çăвăннă пек йăлкăша пуçларĕ, ĕçшĕн тунсăхланă алли-ури сăрăлтатнă пек пулчĕ.
— Çакă, Пĕтĕм тилянккипех сан вăрману.
Туратсăр яхтăсем, пăхсан çĕлĕк ÿкмелле, çÿллĕ. Йывăçĕ яштака та шултра, пурте пĕр евĕрлĕ — пĕрне тепринчен ытармалла мар, Шерккей савăнса пăхкалать: «Кунта пĕтĕмпех пĕрене кăна пулать-няк, кашталăх та çук-им вара, этсемĕрин?.. »—Акă пур-çке, леререх, айлăмра, çамрăк чăрăш ÿсет, кашталăх касасса юри кĕтет тейĕн.
Сантăр тилянккă ăçтан пуçланнине кайса пăхрĕ, хĕрринчи йывăçа пуртă сăмсипе паллă туса хăварчĕ, унтан ирĕкрех вырăналла иртрĕ те, пĕр яхта йывăçне, çÿлтен аяла çити пăхса, чылайччен тинкерсе тăчĕ.
— Шерккей пĕлĕшĕм, — терĕ вăл, çав йывăçран куçне илмесĕр, — халиччен эс вăрман касса курнă ĕнтĕ, çапла-и?
— Э?.. Мĕн-и, эпĕ-и? —хулпуççине çĕклентерсе илчĕ Шерккей. — Ахаль, эп платник ĕçĕпе хам пĕлнĕ пек кăшт тăрмашкалатăп та, вăрман, вăрман кăларса курман çав халиччен, — туймасăр каларĕ Шерккей.
— Ну, апла эппин, халиччен вăрман кăларса курман пулсан, санăн кунта ман сăмаха итлес пулать, килĕшрĕмĕр-и?
— Сăмахсăрах, ара, сăмахсăрах!
— Малтан çакна касăпăр, йăвантарма кунталла меллĕрех пулать, — терĕ Сантăр.
— Ахаль, кĕллине-мĕнне тумалла марччĕ пуль, çурт кĕллине? —тем манса хăварас марччĕ тенĕ пек хыпаланса ÿкрĕ Шерккей.
— Ун пек тĕшмĕш йĕркине пĕлместĕп вара, — кулкаларĕ Сантăр, — ху пĕлнĕ пек хăтлан… Ну, тепĕр тесен, кам çăмăл алăллă, çавăн чи малтан касмалла пуль…
— Алли вăл Тимрукăнах çăмăл-çăмăл пулма кирлĕччĕ… Кĕллине тăвас-ха, — тем хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ Шерккей пĕр хушă, унтан, шухăша кайса, хушса хучĕ: — Çак пулас çуртра Тимрук манран ытларах пурăнмалла, вăл кастăрах малтан.
— Тимрук пулсан—Тимрук пултăр, — терĕ Сантăр, Шерккей аллинчи пăчкă илсе. — Манăн хамăн та аллăм йывăр мар. Тимрук, кил, тыт пачка.
Тимрук ун-кун пăхкаласа илчĕ, пуçĕнчи хĕсĕк сăмсаллă карттусне пусарах лартрĕ, аллисене сурса сăтăркаларĕ те пăчкă аврине ярса тытрĕ. Касма меллех мар пулсан та, шăхăрса янăрать пăчкă, сухăрлă кĕрпе енчен енне вăркăшса сирпĕнет. Яштака яхтă ÿпĕнĕ пуçларĕ.
— Кунталла пăрăнăр! —кăшкăрса ячĕ Сантăр, пăчкине каснă çĕртен хăвăрт вĕçертсе. Çынсем пурте вăл каланă еннелле пăрăнса тăчĕç; каснă йывăç васкамасăр ытти йывăç хушшипе çĕрелле тÿнчĕ, ун сасси вăрмана таçта çити янăратрĕ.
— Çакăн пек касăпăр та, — терĕ Сантăр, ыттисен енне пăхса.
Вăрман касакансем йывăç хыççăн йывăç тÿнтерме тытăнчĕç. Каснине-пĕр, тирпейлĕн иртсе-тасатса пĕренелетсе пычĕç. Кăнтăрла сулăнсан, çакăнтах вут хурса улма пăрахрĕç. Апат, типĕлле пулсан та, пит лайăх анчĕ. Каç тĕлне, ĕç ăнса пынине пула, Шерккей, вăрман хĕрринчи ялти хупаха çитсе, пĕр пулăштух эрех те илсе килчĕ. Каçхине уçланкă хĕрринчи айлăмра, турат та çатăрка пуçтарса, вут хучĕç, вут хĕррине ларса эрехпе йăпаннă хушăра вĕсен чĕлхе-çăвар япшарланчĕ. Кашни хăй шухăшĕпе-хуйхипе пурăнать. Шерккей кăçал пÿрт лартатех иккен-ха; Аттилля Йăкăначĕн те пÿрчĕ тайăлнă, пĕр-пĕр вăйлă çилтăвăл тÿнтерсе ярасран, йăтăнтарса антарасран йăкăнатăн хăйĕн те, арăмĕн те каçсерен чунĕсем çук, тепле чăтса ирттермелле пулать ĕнтĕ, хăçанччен иккенне те калама кансĕр; Пикмăрса тесен, уншăн темĕн мар, çу кунĕнче тата та çĕрпÿрт чавма пултарать.
— Шерккей пĕлĕшĕм, — терĕ Сантăр, яра куна ĕçленĕ хушăра мĕн-мĕн асăрхани çинчен сăмах хушнă май, — Тимрук ывăлу пит килĕшрĕ вара. Эпĕр унпа мĕн ир пуçласа каçчен пĕрле ĕçлерĕмĕр. Маншăн тесен, вăрман ĕçĕ— хампа пĕртăван, эп вăрманта çуралнă, вăрмантах ĕмĕрĕм те иртĕ, çапах та пилĕкĕм канăç ыйтать, вăл пур — пĕрре ларса канар тесе асăнтармарĕ, ĕшеннине палăртинччĕ хăть, ярăнса кăна ĕçлет вĕт, ами.
— Ачам, хăйне кура, пултарма кирлĕччĕ-ха, пултарма кирлĕччĕ, — терĕ Шерккей те, уçăлнă кăмăлне пытармасăр.
— Калаçасса та епле ăс çитерсе калаçать, — сăмахне каллех тăсрĕ Сантăр. — Çак вăрмана касса пĕтерсен, пÿрт-пех пÿрт лартма пулать, тет, ами. Малтанласах вăл мĕншĕн çапла каланине тавçăрса илеймерĕм, а вăл иккен, ав, мĕншĕн çапла калать: санăн, Шерккей, кунта сахалтан та виçĕ пÿрт хăпартма йывăç тухать. Çитрĕ-и? Вăрманпах пуйма пулать. Сисрĕн-и? Ывăлу епле тĕрĕс шухăшлать?
Тимрук, хăйне çаплах мухтанипе вăтанса, ларнă çĕртен тăчĕ те лашасене пăхма васкарĕ. Эрехпе самай хĕрнĕ çынсем улма çиеççĕ, Сайте пĕçерсе янă çамрăк автана вăтăра-вăтăра пайлаççĕ.
— Çĕнĕ пÿрте кĕретĕн иккен-ха, Шерккей шăллăм, — сăмах хушрĕ Аттилля Йăкăначĕ.
— Кĕресчĕ тетĕп те-ха, кĕресчĕ тетĕн.
— Эпĕр пур — пÿрт лартма мар, ниçтан çăкăр умне тухаймастпăр.
— Ăçтан вăл пире пурсăмăра та çăкăр умне тухма! — аллине сулчĕ Пикмăрса. — Кантюксем, ав, кăçал çур пахча кăлат туса лартрĕç. Сана вĕсем кĕлте-улăм та парас çук-çке. Хамăрăн тесен, пуçа хупласан хыç курăнать, çапла мар-и, Шерккей хирĕçлĕм?
Шерккей ларнă çĕртен мелсĕр пăркаланса илчĕ, Пикмăрсана кăмăлсăрланнă пекрех пăхрĕ.
— Пăрахăç çĕре кăкласа ĕçех кĕртрĕ-çке вăл, ĕçе кĕртрĕ.
— Хм, пăрахăç çĕр! Санпа мана темшĕн кăштах уйăрса памарĕç çав çĕре, ĕçе кĕртеймен пулăттăмăр тетне? Тупата, кĕреçепе чавса та пулин пĕр виçĕ хăлаç вир акнă пулăттăмăр. Кĕркунне кĕрпе çуртарса пăтă кăна çимелле пулатчĕ.
— Çапла тетпĕр çав та, — ирĕксĕртен тенĕ пек каласа хучĕ Шерккей. Кантюк пирки сивĕ калаçтарасшăн мар вăл.
— Çуркунне вăл çĕре халăх хушшинче шăпа ярса валеçмелле. Саккунсăр хăтланма никама та юрамасть, — куçне хупкаласа уçрĕ Йăкăнат.
— Кантюк тÿпине саккунĕ пур пуль çав. Капкайпа Шăрттансем, ав, уеса çитиччен хут çÿретнĕ, тет те, тем, тÿррине тупса пĕтереймерĕç курăнать.
— Капкайĕ ăçта кармашать-ши тата? Мăщтах пурăннă чух ларасчĕ-çке кутне хĕссе, кутне хĕссе.
— Капкай çын мар-и вара, Шерккей шăллăм?.. Çапла тетпĕр çав пурсăмăр та. Çав çĕре шăпа ярса валеçтерессп пĕччен те иккĕн тумалли ĕç мар ĕнтĕ, ял халăхĕпе килĕшсе тумалла ăна, — терĕ Йăкăнат.
Пурте салхуллăн шăпланчĕç. Кăштах тăрсан Пикмăрса паçăр купаланă вĕр-çĕнĕ пĕрене çине хапсăннă кăмăлпа пăхса илчĕ те аллине тăсрĕ.
— Капла эс, Шерккей хирĕçлĕм, пÿрт лартма кăна мар, çурт çавăрма та пултаратăн, — терĕ вăл.
— Çурт çавăрма тетĕр-ха, — çатăртатса çунакан вут çинелле Шерккей тепĕр çĕклем çапă пăрахрĕ, унтан хăй вырăнне пырса ларчĕ, — вăл мĕнле калас, малашнехи ĕмĕт-ха ĕнтĕ, халь, акă, халь, умра мĕн пурришĕн ĕрехмет. Çакна чипер турттарса кăларсан, купаласа лартайсан, витсе ăшне те кĕрейсен, кĕрейсен—пирĕн тата мĕн кĕтмелли пур-ха питех? Маншăн пулсан çитет те пуль?.. Ме-ха, Сантăр тусăм, çак юлашки куркана шалт ĕçсе пар тата…
Нÿрлĕ сулхăн. Уçланка тĕтре çаралса аннă. Шурă лăм витĕр çывăхри вут çути те сикчĕлсе курăнать. Тимрук пит сыхланса пускалать пулин те, йĕм пĕççине йĕп-йĕпе тăвать. Лашасем хăях хушшинчи çемçе курăка суйласа, кăмăрт-кăмăрт тутарса çиеççĕ. «Çав Сантăр тетĕн сăмахĕнче темле тĕрĕслĕх пур», — тесе шухăшлать Тимрук. «Усалука ялта çĕрме пуян та темеççĕ, пуянлăхĕ çапах та пурин куç умĕнче. Вăл çĕрпе тăрмăшмасть, вăрманпах ĕç çавăрать. Мĕншĕн ун ашшĕ те çавăн пек майпа кăшт тытăнса пăхмасть-ши? Тимрук хăй пулсан ĕнтĕ çак вăрмана кăларса пĕтĕмпе хăма çуртарĕччĕ те пасартан пасара çитсе сутса укçа тăвĕччĕ. Çав укçапах, тейĕпĕр, тата виç тилянкка туян. Укçа — вăй… Атте çав йĕркене пĕлсех çитереймест-шим вара? »
Шухăш хыççăн шухăш пĕтĕрĕнет Тпмрукăн çамрăк пуçĕнче, пĕтĕрĕнет те тăпалать, вара вĕçĕ-хĕрри курăнмасăр çухалать. Çав шухăшсен вĕçне-хĕрне çитсе пулĕ-ши хăçан та пулин?..
Тилянккăрн вăрмана пĕр эрне хушшинче пĕтĕмпех ĕçе кĕртсе пĕтерчĕç. Касса хатĕрленĕ пĕренесене Сантăр ÿпли умне кăларчĕç. Вĕсене вăрласран-мĕнрен пăшăрханмалли çук кунта. Киле турттарас тесен, хĕл çулĕпе меллĕрех ĕнтĕ, ял халăхĕпе пĕр хут ниме туса ирттерсен, урам урлăшне пÿлмелĕх вăрман кăларма пулать. Вуттине тесен, — сивĕтсен, вăл та кирлĕ-çке, — Шерккей, пĕрмай килнĕ чух, ăна халех пĕр виçĕ çуллăх хатĕрлесе хурĕччĕ, — Тимрукпа Селиме хăйсем те çуна çулĕ ÿкиччен самай турттарма ĕлкĕреççĕ.
Пикмăрсапа Йăкăнат хăйсен лавĕсене турат тиесе паçăрах ялалла уттарчĕç. Шерккейпе Тимрук пĕрене шутла-шутла самай вăхăт ирттерчĕç те лешсенчен кая юлчĕç. Вĕсем каç пуласпа çеç вăрăмккине икĕ пĕрене тиесе вăрмантан тухрĕç. Çĕлен пек авкаланса, çуталса выртать кĕрхи якатнă çул. Шерккей çÿренĕ, ярăнса утнă ман, пуçне çăмăллăн уха-уха илет, уншăн тулли лав та тулли мар тейĕн. Сăрта хăпарнă çĕрте, малта, тепĕр лав курăнчĕ; Шерккей лаши, кая юлма хăнăхманскер, талпăнса утма тытăнчĕ те, ик-виçĕ ана пÿ кайсанах, малтине хуса çитрĕ. Шерккей, хăйсен умĕнче кам лаши иккенне пĕлесшĕн пулса, куçне шăлкаласа пăхрĕ, — Элентейĕн пулчĕ кайрĕ. Ĕнтĕ кирек мĕнле пулсан та, Шерккейĕн çак самантра Элентейпе калаçас кăмăлĕ çукчĕ-ха, вăл тилхепине хăрах енне карт туртрĕ, çÿренĕ васкаса утма тытăнчĕ. Шерккей пуçне аялалла чикрĕ. Элентей лашипе Тухтар пырать иккен. Тухтар иртсе каякансене, ырă сунса, тем каларĕ, анчах ăна хирĕç Тимрук çеç пуçне çăмăллăн сĕлтсе илчĕ. Çапла, пĕр сăмах каламасăрах, вĕсем Ту. хтартаи мала иртсе кайрĕç.
Шерккее çакăн пек чухне Тухтар çукки пит сисĕнет те, тинех нимĕн те тума çук. Енчен Тухтар халь вĕсемпе пĕрле пулнă пулсан-н, Шерккей таçти ирçене кĕрпе сĕнместчĕ те, халь, ак, калаçса татăлнă, памаллах пулать. Тухтарăн аллисем ытла çыпăçуллă, пÿрт лартнă çĕрте мĕн кăна туман пулĕччĕ вăл… Епле вĕсен Селимепе çавăн майлă инкек çаврăнса тухрĕ-ха, çавна Шерккей ниепле те ăнкарса илеймест… «Юрĕ ĕнтĕ, мĕн курассинчен иртме çук», — шухăшларĕ вăл. Тухтара куç тĕлне ан пул тесе пĕрре каланă, — халь уншăн ÿкĕнме те кирлĕ мар.
XIX. Каçхи сасă
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Сивĕ килчĕ хĕл. Ял урамĕсене ашса иртме çук — кĕрт хыва-хыва кайрĕ. Çăварни тĕлне те пулин çанталăк кăштах çемçетессе кĕтетчĕç, — тата ытларах сивĕтсе пăрахрĕ. Мĕскĕн çерçисем картиш урлă вĕçсе иртнĕ чух пере-пере ÿксе вилеççĕ. Сурчăк çĕре çитиччен пăр татăкĕ пулса чăмăртанма ĕлкĕрет. Йывăç туратне тем хулăнăш пас тытнă. Çăварни кун ирпе сивĕ тĕтре карчĕ, шăнса шыçăннă пек курăнакан хĕвел шурса хĕрелчĕ. Çакăн пек кунхине çын-се. м урамалла тухмĕç темелле пекчĕ, ял çамрăкĕшĕн пурпĕрех иккен, ирлесе вĕсем хăйсем купаласа тунă тусем çинчен тенкелĕсемпе ярăнчĕç, ушкăнăн-ушкăнăн пухăнма тытăнчĕç.
Шерккейĕн паян мĕн иртенпех кăмăлĕ уçă. Лавккана çитсе, вăл юри пĕр пулăштух эрех илсе килчĕ. Атăл тăрăхĕнчи хăмланă сăра тутарнăччĕ, каçкÿлĕм ятлă хăнасем килмĕç-ши-ха тесе, шухăша кайса ларчĕ.
Кашни ĕçĕн мĕнле те пулин тупсăмĕ пур. Шерккей, сăмахран, тахçанах пÿрт лартма ĕмĕтленетчĕ-ха, анчах ĕçе пикенсе тытăнма хăяймастчĕ. Инкеке телей çеç саплаштарать çав: Кантюк ăна канаш парса хĕтĕртрĕ, шăпах кирлĕ вăхăтра хута кĕрсе пулăшрĕ те. Халь, акă, темиçе лав хăма çуртарса сутса укçа йÿнеçтернĕ хыççăн, Шерккей хăйĕн аллă тенкĕ парăмне те парса татрĕ. «Кайран та панă пулăттăн, луша аплах васкатăн-çке», — терĕ ăна Кантюк. Çапах та, парăма вăхăтра татнине мĕн çиттĕр. Парăм — йÿç çинчен сирĕлмслли шухăш, унăн çынна пăхăнтарас хăвачĕ пур, тĕк тăнă çĕртен ятлаçас-хнрĕçес патне илсе çитерет. Шерккей, ĕнтĕ хавалĕпе мĕскĕн чăваш пулсан та, тивĕçĕпе тÿрĕ çын. Пÿлĕх курать — вăй çитерейсен, вăл кĕтесле илнĕ виçĕ лав ырашне парса татма та вăраха ямĕ. Çапла, чи кирлĕ чухне пулăшса тăнăшăн, Кантюкпа арăмне иккĕшне те тав тумалла пулать çав, Шерккейпе Сайте çавăн пирки хăйсем хушшинче малтанах калаçса татăлнăччĕ: пура пураса пĕтерсен, вĕсене пăтă çиме кÿрĕпĕр терĕç. Пурине шăпах çăварни тĕлне пураса пĕтерчĕç, хăмисене саваласа якатрĕç, ĕнтĕ мăкласа хăпартсан, витсен, мачча-урай сарсан, кăмака кăларасси те чÿрече лартасси кăна юлать. Çав ĕçсене çĕршыв типсен тумалла пулать. Ак хайхи Шерккейĕн тăхăр аршăнлă çĕнĕ пÿрчĕ пулса та ларать. Пÿлминчи тырри те пĕтĕмпе татăлмасть, выльăх-чĕрлĕхне те пĕр чĕрне сутмасть: Кантюкăн ырă суннă пархатарĕ çитрĕ пулинех.
Пысăк ĕçре Тимрук та ашшĕнчен пăрăнмарĕ, Вăл пура пурама вĕренчĕ, ăна пуртă тытса каскалани килĕшет, хăма çурас çĕрте те çитĕннĕ çын пек ăста, савăлама та пултарать. Тимрукăн халь платник ĕçĕнче тытманни-пĕлменни çук та тейĕн.
Çак вăхăтра йывăр килчĕ вара Сайтене. Сывлăхĕ уш ахаль те йăвашрахчĕ. Упăшки, ăна-кăна шута илмесĕр, Сайтене арçын ĕçне ĕçлеттернĕ. Пĕррехинче пĕр пĕренене вырăнтан вырăна куçарса хумаллаччĕ. Пĕрени пит йывăрччĕ. Шерккей çавна пĕр пуçĕнчен çĕклерĕ, тепĕр пуçĕнчен Сайтене çĕклеттерчĕ. Сайте çĕклессе çĕклерĕ те, çав самантра ăна хăй ăшĕнче тем татăлса аннăн туйăнчĕ, йывăр çĕклемне лаштах пăрахрĕ. Вăл, урăх çĕклеймесĕр, килне кĕрсе выртрĕ, вырăнĕ çинчен эрнене яхăн тăраймарĕ, Нăшăклатмарĕ вăл, ахлатасса та сассăр кăна ахлатрĕ, хăйне мĕнле асап иккенне никама та пĕлтересшĕн пулмарĕ, Селимене кăна теплерен: ăша тем хытă кĕрет, пĕтĕм сывлăша пÿлет тесе систерчĕ. Килти хуçалăх ĕçĕ — вăхăтра яшка пĕçересси, пÿрт-çурта тирпей кĕртесси, выльăх-чĕрлĕх пăхасси — пĕтĕмпе Селиме çине тиенчĕ. Юрать-ха, вăл кăтартасса кĕтмесĕрех пĕтĕмпе хăй туса пырать. Эрне иртсен çеç Сайте, чунне хĕнесе тенĕ пек, хăй тĕллĕн çÿрекен пулчĕ.
Кăнтăрла сулăнсан, çанталăк тамалчĕ, ăшăтрĕ, юр çăва пуçларĕ, урамра пирвайхи шăнкăравсем тинкĕлтетме тытăнчĕç. Шерккей Тимрука лаша кÿлсе тухма юрать терĕ, Ильяса та катаччи лартса чуптарăн терĕ, урамра вĕсене лăпкăн çÿреме хушрĕ.
Селиме Елисса тусĕпе каять. Ашшĕ ăна, кирек мĕнле пулсан та, ăшăрах тумланса тухма каларĕ. Ун пек вĕрентсе каланине Селиме ашшĕнчен питех илтекен марччĕ-ха: чăнах, ун кăмăлĕ уçăлнă иккен тесе шухăшларĕ хĕрĕ ашшĕ пирки. Селиме хĕрлĕ пусма кĕпепе, хура хăнтăрпа тĕрлесе тыттарнă çĕнĕ сар кĕрĕкпе, вĕр-çĕнĕ хура кăçатăпа, куккăшĕ парне панă кĕрен пурçăн явлăкĕ çийĕн çăм явлăкне хыçалалла туртса çыхрĕ. Сăнран самай пĕтсе кайнă амăшĕ тăван хĕрне чунтан хĕпĕртесе пăхать: епле ярпайса ÿсрĕ иккен Селиме, унăн хĕрĕ! Нумай та пулмасть пĕчĕккĕччĕ-ха, вăл лара-тăра пĕлменрен, амăшĕ хушăран çатăртаткаласа илетчĕ, ăса вĕрентсе калатчĕ, халĕ тесен — пăхса тăранаймăн: илемлĕ, сывлăхĕ чипер, ĕçчен —тата мĕн кирлĕ? Ентĕ шăпи кăна телейлĕ пултăр. Иртен кунра, кам пĕлет, элле тем курасси пулать. Те хĕрин малашнехи шăпи çинчен шухăшланипе, те чиперрине курса хĕпĕртенипе, амăшĕн куçĕ йĕпенчĕ, кăмăлĕ тем хуçăлнă пек пулчĕ. «Ан кай, хĕрĕм, хам сывă чухне хамран кăшт та ан уйрăл», — тейĕччĕ вăл Селимене, анчах çакăн пек кун, пĕтĕм яш-кĕрĕм те хĕрупраç савăннă вăхăтра, ăна пÿртрен кăлармасăр хупса тăрас пур-и?
— Чипер çÿре, хĕрĕм, — терĕ вара вăл. — Çын çинче çын пек пул.
—Анне, — кулкаласа илчĕ Селиме, — йĕркине ăна пĕлĕп-ха… Эс ху мĕн паян пăшăрханнă пек курăнатăн? Аптрамастăн пуль-çке каллех? Эпĕ килте кирлĕ пулсан, кала, эп каймасса та пултаратăп.
— Çук, çук, хĕрĕм, кай та чипер çÿре. Çăварни кунĕ сан пек çынна пÿртре ларни килĕшмест вăл, — терĕ амăшĕ.
Тĕпелте икерчĕпе васкавлăн апатланнă хыççăн Селиме амăшне тепĕр хут пăхса илчĕ те пÿртрен тухса кайрĕ. Вăл тухса кайнă чух алăк вăрахчен янраса тăчĕ.
Шерккей картишĕнчен кĕчĕ, Ильяс паçăрах таçта тухса чупнă. Пÿртре Сайтепе Шерккей иккĕш кăна. Çурт хуçи, ăш вĕçнĕ çын пек, лара-тăра пĕлмест; е кăмака патнелле иртет вăл, е сĕтел патнелле пырать.
— Эс кунта сĕтелне тирпейле-ха, эппин, — терĕ Шерккей, пайтах чĕнмесĕр тăнă хыççăн сывлăшне тарăн çавăрса. — Ентĕ пĕр асăннă-асăннă—кайса чĕнем пĕрех хут.
— Ах, тупата! —кĕтмен çĕртен пăшăрханма тытăнчĕ Сайте, — Манăн темшĕн ăшăм вăрка пуçларĕ. Çын çыннине куçран пăхасси мана кирек хăçан та хăратать, хамăр пеккисем мар-çке вĕсем…
— Е ун пирки сăмахлар мар ĕнтĕ, Сайте, чĕнме пулнă — чĕнĕпĕр, чĕнĕпĕр, Тав тăвас сăмах пуç çинче тăни те канăç кÿмест-çке, пасса, пысăк парăмлă çав эпĕр вĕсен умĕнче.
— Çитмен пурнăç мар-и, тепĕр тесен? Парăмне ăна ĕне сутсанах парса татăттăмăр та, килешмерĕн. Танатаран хăтăлаттăмăр вара.
— Ĕнесĕр тăрса юлнă пулсан, хăçан ĕне чĕрни курнă пулăттăмăр? Эс çавăн çинчен те шухăшна ил, ĕнемĕр кăçал та хĕсĕр юлнă-çке.
— Çынсем пурăнаççĕ авă. Ывăлсемех пурăнать, ÿпкелешмест, çынна та куçран пăхмасть.
— Эс каллех шăллăм пирки… Ан кала тек, илтес, илтес килмест. Чĕнĕпĕр тесе калаçса татăлтăмăр-çке, мĕн тата?
— Вăл çавă ĕнтĕ, хăвах чĕнесшĕн пултăн та, — урăх хирĕçеймерĕ Сайте. — Пайтах йăпанса ан тăр эппин, Илтрĕне? Хатĕрленес пекки манăн хатĕр, иккĕшне пĕрле чĕнсе кил.
Шерккей тĕпленĕ кăçаттине тăхăнса ячĕ, виçĕ пилĕклĕ кĕрĕкне тăхăнчĕ, çĕлĕкне пусарах лартса тухса та кайрĕ.
Сайте хăй мĕн тăвассине тума васкарĕ. Ĕçĕ çуккипе мар, ĕçĕ-хĕлĕ килте темĕн чухлĕ тупăнать, аллисем ăна темшĕн çыхăннă пек туйăнаççĕ, пĕр ĕç патне те çыпăç-маççĕ пек. Вăл капăртма кăларса хучĕ, икерчĕ касрĕ, какайне тур арĕ, пÿремечĕ вакларĕ, сăра ăшăтрĕ. Сĕтел çине çапах та темĕн çитмен пек, çуртра темĕн çук пек. Йĕркеллех купаласа хунă вырăнне тепĕр хут салатса майлаштарчĕ, хальхинче пуçтарнă вырăнĕ паçăрхинчен те чалăшрах пек тухрĕ, вăл ăна татах салатса купаларĕ. Урамра хĕрсе катаччи чупаççĕ. Çуна хыççăн çуна вĕçе-вĕçĕн иртет. Тĕрлĕ сасăллă шăнкăравсем, пĕрлешсе тенĕ пек, янăраççĕ те, хăшĕн сасси лайăхраххине те уйăрса илме çук. Пĕрер лаша кÿлнĕ çунасем йышлăрах, хушăран пар лаша кÿлнисем курăнаççĕ. Лашисене çилхисенчен тĕрлĕ тĕслĕ тутăрсем, хăюсем çака-çака янă, — варкăштарса пыраççĕ. Акă кайри-малтилле кÿлнĕ икĕ хура лаша иртет. Лашисем иккĕшĕ те мăнтăр, ташланă пек ярăнса утаççĕ, хăйсенчен пăс тухса тăрать, çакăнтан та вĕсем аякран килни, Утламăш лашисем марри паллă. Кутлăх-йĕнерчĕкесенчен кĕрен те симĕс, хĕрлĕ ярапасем анаççĕ; çунине çăварни умĕн çеç хурапа сăрланă курăнать, çаплах йăлтăртатса тăрать, шурă ÿречисем кĕмĕлпе тыттарнă пек илемлĕ. Ларкăчи çинче сарăрах пиншаклă каччă ларса пырать, пилĕкне сарлака хĕрлĕ пиçиххи çыхнă, хăй те пиçиххийĕ пекех хĕрелсе кайнă. Çуна тулли хĕр, пурте савăнăçлăн юрлаççĕ. Вĕсем хыççăн турă лаша пырать. Хыçлă сарă çуна çине Селимепе Елисса ларнă. Ларкăчи çинче Елисса шăллĕ Мăккăль, çамрăкскер, тĕкел утакан лашине васкатмалла мар çĕртен тилхепине турткалать, хушăран аппăшĕпе Селимене пăхкалать. Лашасем хăш чухне пĕр-пĕринчен иртеççĕ, тепĕр урамалла пăрăна-пăрăна кĕреççĕ. Урам тĕрлĕ сасăллă юрăсемпе янăрать.
Кантюк паян катаччие икĕ çунапа тухма хушса хăварчĕ. Пĕринпе Нямаç хăй кăна пĕччен пырать. Хура тупкăллă кĕрĕкпе вăл, хĕрлĕ пустав тÿпеллĕ хура кăтра çĕлĕкпе, çуни тĕпне улпут ывăлĕ пек кĕрсе ларнă. Тĕпри хура ăйăрне пуçне çÿле каçăрттарса кÿлнĕ, чăнкă пĕккинчен виçĕ шăнкăрав çактарнă, пичеврисем те хура лашасем. Кÿлнĕ хатĕрĕсем пĕтĕмпе чĕн. Кантюксем Шерккей патне хăнана кайнă хыççăн Урнашка çуни те тухрĕ. Тĕпе Эскаппа
Кĕмĕлпи ларнă, вĕсен Хурăнвар ялнех çитмелле-мĕн, тухнă маях, ытти çунасенчен ирттерсе, аслă çула ÿкрĕç те тепĕр яла çил пек вĕçтерчĕç.
Шерккей, чĕннĕ хăнисемпе юнашар васкамасăр утса, хăй лашине пăхать. Халь сĕлĕ сахалтарах тивет пулсан та, ун лаши хăврăлман-ха, мăнтăр, халăх умĕнче намăсланмалла мар, Тимрук лашана хăй тытнă. Унпа юнашар Хемит, Тимрук тантăшĕ, тĕпре хĕрсем лараççĕ, иккĕн, вĕсен ури вĕçĕнче Ильяс. Пысăккисем савăнăçлăн юрласа пыраççĕ. Çамрăксем епле юрланине чарăнса итлет Кантюк, ăна кура ыттисем те чарăнаççĕ. Кантюк Шерккее ăшшăн-ăшшăн пăхкалать.
— Ха, çамрăксем епле савăнаççĕ? Ара. Савăнччăр çав, савăнччăр. Çамрăк чух хамăр та вĕсем пекех савăннă, вĕсем пек кăна-и… — тет те вăл, мăйăхне шăлкаласа, карчăкне пăхать. — Карчăкăм астума кирлĕ-ха, эпĕр чух çăварнисене епле шеп ирттереттĕмĕр. Мурне-çке, мана качча пымасăр тарăхтарчĕ çавăн чух. Ашшĕ-амăшĕ патне икĕ хут та хăтана ятăм, лешсем килĕшмеççĕ, яхăнне ямаççĕ, хăй пĕлмен те пулас-ха çавна. Мĕн тăвас тетĕн? Тепĕр çул аслă çăварни кунĕ катаччи чупнă вăхăтра хамăр çуна çине лартрăмăр та килтĕмĕр. Кайран ашшĕ-амăшĕсем хăйсемех килĕшрĕç.
— Çапла пулмасăр… — терĕ Алиме. Пурте пĕрле майĕпен ута пуçларĕç вĕсем. — И-и, чунăм юлмарĕ-çке çавăн чух. Çуна çине çĕклесе пăрахрĕç те ик-виçĕ тăлăплă витрĕç, кăшкăрсан та, никам та илтеймерĕ.
— Ара, мĕн кăшкăрасси пулнă иккен? Акă иксĕмĕр епле килĕштерсе пурăнатпăр, пĕр çăвартан сурса тенĕ пек…
— Кăшкăрнă çав… Йăлине хамăр шухăшласа кăларман та ăна…
— Çавăн пек, Шерккей шăллăм. Иккĕлетсе калаçни пирĕншĕн кирлĕ мар вăл. Ара. Акă эс те пĕтĕм хуçалăхна чĕкетсе ярăн. Халлĕхе нимĕн те пĕлмĕш пул, — паçăр пуçланă сăмахне малалла тăсрĕ Кантюк.
— Ан асăнтарăр-ха, тархасшăн, — шăппăн та хуйхăрнăн илтĕнчĕ Шерккей сасси. —Сăмаха апла-капла вылятни пирĕн çынна килĕшмест вăл, килĕшмест. Хăвăрăнне хăвăр пĕлме кирлĕ, тата мĕн калас ман?
— Тĕрĕс, шăллăм. Хисепĕм те сăвапăм çиттĕр.
Вĕсем Шерккейсен тĕлнелле çывхарчĕç. Кантюк пахчара çĕнĕ пура ларнине асăрхарĕ: шултра тĕпрен пуранă, пилĕк чÿрече кастарнă.
— Чиперех çавăрнă ав, — терĕ Кантюк, кăмăлне пытармасăр. — Куратăп, куçăм хĕпĕртет. Ара.
— Ĕрехмет, ĕрехмет…
Виççĕшĕ те крыльцаран пÿрте васкамасăр кĕчĕç.
Сайте, хăнасем килессе пĕлсе тăнă пулсан та, вĕсене хăй ĕмĕтленнĕ пек кĕтсе илеймерĕ. Кăçатта çыпçăннă юра шăлмашкăн шăпăрĕ те яланхи вырăнĕнче пулмарĕ унăн. Аллине сăра çăпали тытнăччĕ, вăл та пулин, хăнасем килсе кĕрсен, аллинчен ÿкрĕ те çÿхескер, шăпах çурмаран катăлчĕ. Сайте нимĕн тăва пĕлмест, йăлтах аптрарĕ: пĕрре хăнасем çине, тепре урайĕнчи çăпала çине пăхрĕ. Шерккей урăх чухне çакăн пеккишĕн сассине çĕклетнĕ пулĕччĕ, анчах хисеплĕ хăнисем умĕнче юрамасть; «Эсир салтăнăр-ха» салтăнăр, çăпала вăл темĕн мар, çĕмрĕлмесĕрех пулмасть», — текелесе, хăех çăпала катăкĕсене пуçтарса пăхкаларĕ те çыпăçтарма çуккине кура кăмака хĕрринчи лаххана пăрахрĕ.
— Айăп ан тăвăр ĕнтĕ, — терĕ Сайте чĕтресерех тухакан сассипе. Вăл хăнасем патнелле çывхарчĕ. Хăнисем ахаллĕн çеç килмен иккен, вĕсен кучченеç те пур, акă, сывлăх сунса алă паракан Алиме ăна пысăк хырăмлă тулли кăкшăмпа пĕр çыхă тыттарчĕ.
— Кун пекех чăрманмасан та юратчĕ ĕнтĕ, — терĕ Сайте, Алимен аллине чăмăртаса.
— Телейлĕ, ырă килйыша хисепĕм те сăвапăм çиттĕр! — çĕлĕкне хывса, сывлăх сунчĕ Кантюк та.
— Тавтапуç…
— Чăрманни тетĕр, — сăмах хушрĕ шапăлтатма юратакан Алиме. — Пирĕн мĕн чăрманни унта?.. Сайте кинĕм сывлăхран кăштах туртăннă терĕç те, хуйхăрса пĕтрĕм саççим, çиес апатăм анмасть-çке… Туйна астăватăп-çке сирĕнне пит аван, эс ху чечек пек чиперччĕ, кай, тупата, халь те пулин сăну-питÿ пит лайăх упранса юлнă-çке. Ĕнтĕ сывлăху пирки ытла пăшăрханмалла та пулман иккен…
— Ан та кала ĕнтĕ, Алиме акка, — сывлăшне тарăн çавăрчĕ Сайте, — вырăнпалах выртрăм çав пĕр тапхăр, халь кăштах сывалтăм пек те-ха, çÿрекелетĕп кăштăртатса.
— Тĕнчере! — ик аллине шарт çапса тĕлĕнчĕ Алиме. — Çавăн çинчен те пĕлтерместĕр-çке, чăнах. Ун пек юрать-и! Таçти катари çынсем мар, е хам пата хĕрне-и, ывăлна-и чуптарас пулнă, хур çăвĕ те пулин парса янă пулăттăм, ăша сиплĕхлĕ вăл, хур çăвĕ…
— Унсăрах тавтапуç ĕнтĕ сире…
— Тав тумасăр, ара! —куçа кĕчĕ кил хуçи те. — Тавтапуç çав, Кантюк папай. Эсĕр кăтартнă ырлăха нихăçан та манас çук. Пÿлĕх вырăнне пултăр-çке пирĕн тĕле иксĕр те. иксĕр те.
— Ĕрехмет хаклă сăмахна. Ара. Хамăр тенĕ çынна ÿлĕмрен те пулăшмалла пултăрччĕ çав.
Хăнисем салтăнчĕç. Лара-тăра пĕлмен Шерккей вĕсене салтăнма пулăшрĕ, тумтирĕсене çакрĕ, унтан сĕтел çине патша эрехĕ кăларса лартрĕ. Чысĕ, чăн, пысăк мар та, хисеп тăвас кăмăлĕ пысăк-çке унăн. Ĕмĕрне пĕрре тенĕ пек, сĕтел хушшинче пĕрле пулса шăкăл-шăкăл калаçса ларнине мĕн çиттĕр? Пÿртре ытлашши çын çук, чун патĕнчи сăмахсенех пытармасăр калатăн. Çулĕсем йывăр, ав, халь, пурнăçа пит майне пĕлсе тытмалла та, ĕнте малашне те пулин ăнтарса пулмĕ-ши-ха тесе ĕмĕтленет çав-ха Шерккей.
— Пире те хур сунакан пур-тăр çав ялта, — терĕ вăл. — Пĕрре çапла тухатланă кайнă, тухатланă кайнă…
— Сиртĕмĕр темерĕр-и çак? Шерпике хĕрсем пултарма кирлĕччĕ.
— Ĕнтĕ кам пĕлет ăна-кăна, çавна чĕнтерсеттĕмĕр çав.
— Чимĕр-ха, пурнăçăр ăнсах пыма тытăнĕ. Ара.
— Ăнтармасăр! — терĕ Алиме. — И-и, ывăлăр ÿссе çитнĕ, тепри те пысăкланать, çуртра вăл та часах пулăшакан пулать…
— Пысăкланать çав кĕçĕнни те. Шкула ятăмăр-ха кĕçĕннине кăçал, — пĕлтерчĕ Сайте,
— Ак тата! —тем каласшăн пулса тĕлĕнчĕ те Алиме çав вăхăтрах тутине çыртрĕ. — Ĕнтĕ хăвăрăнне хăвăр пĕлетĕр çав. Хĕрĕре, ак телейлĕ пулсан, пĕр-пĕр ятлă-шывлă çурта кăна вырнаçтармалла та…
— Телейне кам пĕлет çав вĕсенне, — терĕ Сайте, йывăç чаплашкапа сăра тултарса. — Кил, Алиме акка, сана тав тунă курка пулчĕ-ха ку.
— Телейĕ пирки каласшăн та, — сăмах хушрĕ Алиме. — Çавăн пек лайăх хĕр валли, ĕнентерсе калатăп, хулăмсăр каччă суйламалла мар ĕнтĕ… Акă эп арçыпнăра та каларăм-ха…
Сайте хăй пăшăрханнине кăтартасшăн пулмарĕ.
Сăмах хыççăн сăмах сÿтĕлет. Алиме кучченеçлĕ кĕрче-мине те, тепĕр пулăштух эрехне те уçтарчĕ, ан тив, пĕтĕмпе кĕрекере пултăр, ав кăркка какайĕ те шаритлесе килнĕ иккен, кăрккасем кăçал пит мăнтăр пулчĕç, çу кăна; хуратул пăтти çупа пĕçернĕ, халех сивĕнме кирлĕ марччĕ-ха, — Алиме ăна та сĕтел çине лартма хистерĕ.
Кĕрекери çынсем мĕн тĕттĕмлениччен савăнчĕç. Шерккей, ахаль чухне тĕк тăнă çĕртенех мăртăхаканскер, халь пуринчен савăнăçлă пек курăнать, чĕлхи-çăварĕ те йăлт уçăлса кайрĕ.
Урамра юрланă сасă тата йышлăрах илтĕне пуçларĕ.
Катаччи юррипе пĕрле ĕçкĕрен таврăнакансен юррисем хутшăнчĕç. Такам Шерккее те «тавсси» туса иртрĕ. Шерккей, çавна палласшăн пулса, тĕксĕм чÿречерен карăнса пăхрĕ — курăнсах каймасть, паллаймарĕ. Шăнкăрав сасси вĕçĕмсĕр тенĕ пек пĕр евĕр чăнкăртатакан пулнăччĕ, каç тĕлне сайралчĕ. Ют ялсенчен килнĕ çынсем—хăшĕсем хăна пулма ялтах чарăнчĕç, хăшĕсем килĕсене тухса кайрĕç. Тимрук та хăйсен çÿренне картишне кĕртсе тăварчĕ, ăна витене хупрĕ, типĕлле утă пачĕ, пÿрте кĕчĕ.
— Ну, катаччи чупса таврăнтăр-и, ачам?.. Ильяс ăçта? — ыйтрĕ ашшĕ.
— Ильяс кÿрше чарăнчĕ пуль. Эпе Хемитсем патне кайса килем-ха. — терĕ Тимрук.
— Кайса килех, ара, — терĕ ашшĕ, —ĕнтĕ, ачам, лашана паян хăвах пăхăн-ха…
Тимрук тухса кайрĕ.
Тĕттĕм пулчĕ. Кÿршĕрен тупса килнĕ пиллĕк лампи лăпкă пÿртре йăваш çутатать. Кил хуçи ăна çунакан машина тет. Вăрăм-вăрăм мĕлкесем урайĕнчен пуçласа маччана çити тăсăлаççĕ. Кăмака айĕнчи шăрчăксем чарăна пĕлмесĕр чĕриклетеççĕ. Чăваш ялĕнчи пĕчĕк пÿрте авалхи йĕркех кĕрсе вырнаçнă темелле — çыннисем çемçен кăна калаçатчĕç. Сасартăк алăк яри уçăлса кайрĕ, кĕрĕк каптăрмисене вĕçертнĕ Элентей килсе кĕчĕ.
— Э-э, кур-ха! Шăллăм темерĕн, шăллăм темерĕн, шăпах çакăн пек ырă вăхăтра килсе кĕтĕн-çке! —хĕпĕртесе çĕкленчĕ Шерккей ларнă çĕртен. — Каларăм-çке, ман пата килмесен чуну чăтаймĕ тесе. Э?
Элентей тем пăшăхнă, тара ÿкнĕ, сывласса та пашкаса сывлать. Сĕтел хушшинче камсем ларнине пăхса, пĕр вăхăт куç чарса тăчĕ, унтан, шултран яра-яра пусса, маларах иртрĕ, Шерккей тĕлне çитсе чарăнчĕ, Çăра куç харшине чĕтренкелесе мĕлтлетет, тути хăрах енчен канăçсăр туртăна-туртăна кĕрет, хăй çаплах калас тенĕ сăмахне уçса калаймасăр аптраса тăрать.
— Ывăлсем, — терĕ Сайте, тултарнă сăра куркине Элентее сĕнсе. — Тавтапуçах сана тĕп çуртна килсе хисеп тунăшăн. Ятлаçмăпăр, тав тунă куркаран писер мар, кил-ха, ĕçсе пар.
Элентей хăйне панă куркана тытмасăр енчен енне пăхкаласа илчĕ те:
— Ăçта Селиме? —тесе хыттăн кăшкăрса пăрахрĕ.
Ырра пĕлтермерĕ унăн сасси. Сĕтел хушшинчи çынсем
пурте ура çине тăчĕç.
— Чимĕр-ха, — терĕ Кантюк, çемçе те тулли аллисене
кăштах çÿлелле çĕклетсе. — Ăçта пулччăр ĕнтĕ паян кун çамрăксем, ваттисемпе пĕрле пÿртре пăчăхса лараймĕç çав. Ара. Тем пăшăрханмаллиех çук-тăр-ха, таврăнĕç… Тетÿ патне килтĕн пулсан, ларасчĕ ĕнтĕ пăртак ыр курса. Сăвапĕнчен урăх ним те пулас çук.
— Савăнма вăхăт мар çав, Кантюк папай…
— Акă тата! Çăварнире кам савăнмасть?
— Чим-ха, ывăлсем, мĕншĕн çавăн пек хăратнă майлă калаçатăн? — пăшăрхана пуçларĕ Сайте те.
— Кăшкăрнине илтрĕм, инке. Селиме сассиех терĕм. Тахăш ялсем. Тимĕр кăвак лашапа. Ялтан тухсан, çил пек вĕçтерчĕç. Лашам питех мар. Тытаймарăм.
Сайте аллинчи чаплашка урайне ÿкрĕ, сăри тăкăнчĕ, хăй те ÿкессĕнех сулăнса кайрĕ, упăшки ăна аран тытса ĕлкĕрчĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, Сайте? — ыйтрĕ вăл чĕтренсе тухакан сассипе.
— Нимĕн те пулман… Çĕркĕ каç куç хупмасăр ирттертĕм, çавăнпа пуль…
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Каçхи хĕл вăхăтне Тухтар ют ялсенче çÿресех ирттерчĕ. Вăл Пулмантăш чăвашĕсемпе пĕрле ермешсе кайрĕ те кăçатă çапма вĕренчĕ. Ялĕнче пурăнма ăна пурпĕрех кансĕр. Пуçтарнă тырри Шерккей йыснăшĕ патĕнче. Çăкăр çук тенĕ пулсан, йыснăшĕ, шет, панă та пулĕччĕ, — ыйтма хăймарĕ, йăлăнса çÿренĕ пек пулать, ун пеккине юратмасть вăл. Çийĕнчен тата, çакăн пек хирĕçÿсем тухнă хыççăн вăл йыснăшĕ патне халлĕхе пырса кĕме те шутламасть. Селимепе тесен, вĕсем акă мĕнле калаçса татăлнăччĕ: Тухтар халь, çăварниччен, ĕçлекелесе кăштах укçа тăвать; хуçалăха чĕкетме укçасăр май килмест-çке. Селиме пирки иккĕленмелли çук, — вăл хăй сăмахĕ çине тăма пултарать. «Е, Тухтар, эсĕ пулатăн, е çутă кун курам мар», — тесех шантарчĕ вăл улах сăринче, юлашки хут курнăçнă каç. Часах çурхи кунсем çитмелле. Селиме вара, ашшĕнчен ыйтса тăмасăрах, «тухса кайнă йăлапа», Тухтара качча каять. Туйне Элентей тетĕшсем патĕнче ирттерме сăмах пĕтерсе хунă.
Тухтар тăван ялне çăварни ыран тенĕ чух таврăнмаллаччĕ. Селимепе те çавăн пекех калаçса татăлнăччĕ — ĕлкĕреймерĕ. Ушкăнлă ĕçре яланах ху ĕмĕтленнĕ пек пулса тухмасть çав. Тăвас ĕçне пĕтерсен, вăл хăй тÿпине тивекен укçине алла илчĕ те Селиме валли парнелĕх пасарта карăс явлăк туянчĕ, çăварни кунĕ каç, çын курасран вăтаннипе, анкарти хыçĕпе иртсе, килне таврăнчĕ.
Йытти килĕнче мар. Хăй тухса кайнă чух ăна вăл Элентейсем патне хăварнăччĕ. Тăван пÿрчĕ Тухтара калама çук шăппăн та салху кĕтсе илчĕ. Пÿрт умĕнчен çаврăнса иртнĕ чĕрме тупан çуна йĕрĕ çеç ăна кăшт савăнтарчĕ: такам пĕри çапах та ун патне кĕрсе тухнă пулмалла-ха. Хăй килте çуккине кура, пăрăнса кайнă, йĕрĕ вĕр-çĕнĕ, кам хывма пултарнă-ши вăл йĕре?
Алăк умне пĕтĕмпе юр хÿсе тултарнă. Тухтар йывăç кĕреçепе юр ывăтса çул хыврĕ, алăкĕ тинех уçăлакан пулчĕ.
Пÿртĕнче тата кичемрех, сивĕ. Алăк патĕнчи кĕтесре юр курăнать. Витре тĕпне шыв пăрланса ларнă. Тухтар шыв ăсса кĕчĕ, турат вуттипе кăмакине хутрĕ. Шăнса пасарнă пÿрчĕ йăлтах йĕпенчĕ, маччаран тумла юха пуçларĕ.
Аслă урамра чарăна пĕлми халăх кĕрлет. Тĕрлĕ сасăпа тĕрлĕ юрă илтĕнет. Шăнкăравсем канăçсăр чăнкăртатаççĕ. Тухтар каçалапа çеç урама тухăп тесе, питех васкамарĕ, хăй илсе килнĕ типĕ çăкăрпа апатланчĕ; улмине вăл кăçал Элентей тĕпсакайне те шăтăка антарнăччĕ, унта кайса килме ыран та ĕлкĕрĕ-ха. Каччă çăвăнса тасалчĕ, Селиме панă тĕрĕллĕ кĕпине тăхăнчĕ, çĕнĕ шăлаварĕпе пиншакне тăхăнчĕ, çиелтен тата тепĕр пиншак уртса ячĕ, каç тĕттĕмĕ çывхарсан, урама тухрĕ.
Халăх салана пуçланăччĕ ĕнтĕ. Тухтар тăкăрлăкпа хăпарчĕ. Кĕтесе çитсен, васкаса пыракан Мăккăля курах кайрĕ.
— Мăккăль, эсĕ-и? Ăçталла чупан?..
— Э-э, Тухтар тете, эсĕ-çке!.. Эс таврăннă-им? —ыйтрĕ вăл хыпăннă сасăпа.
— Таврăнтăм… Мĕн пулчĕ сана?
— Ан та кала-ха… Селиме аппана илсе кайрĕç…
Тухтар вăл мĕн каланине нимĕн те ăнланмарĕ.
— Мĕн тетĕн çак?
— Илсе кайрĕç тетĕп. Селиме аппана.
— Камсем? Мĕншĕн?! —Тухтар тем пăшăрхана пуçларĕ.
— Катаччи чупаттăмăр виçсĕмĕр, — сывлăшне аран çавăрса илчĕ Мăккăль. — Чи малтан хăвăр умăртан çаврăнса иртрĕмĕр. Эс килте çукчĕ. Унтан ял урамĕпе виç-тăватă хут çаврăнтăмăр та…
— Катаччи-катаччи… Эс хăвăртрах кала-ха сăмахна, ăçта Селиме? —чăтаймасăр васкатрĕ ăна Тухтар.
— Калатăп-çке… Селиме ман аппапа пĕрлеччĕ, пĕр çуна çинчехчĕ. Анаткасра, ял вĕçĕнче, Шинкĕлсен тĕлĕнче, лашана çавăрма кăна тытăнтăмăр, — пĕр хура çуна пирĕн çула пÿлчĕ хучĕ. Тимĕр кăвак лашапа, çуни çине — тĕплĕн асăрхаса та юлаймарăм — виççĕн ларнăччĕ пулмалла. Виççĕшĕ те йăпăр-япăр сиксе анчĕç, хĕрĕнкĕ хăйсем, пирĕн пата пычĕç, Ахăлтатаççĕ хăйсем, шапăлтатаççĕ. Ĕнтĕ аппа паллать-ши çаксене тетĕп, лашама туртмасăрах тăратăп хам. Унччен те пулмарĕ, вĕсем Селиме аппана ярса та илчĕç. Хамăр çуна çинчен çăлса, хăйсен çуни çине лартрĕç, Селиме аппа хирĕçрĕ, кăшкăра-кăшкăра ячĕ, ман аппа, ун хутне кĕрсе, ятлаçма тытăнчĕ, эпĕ те пĕрне çурăмĕнчен чăпăрккапа сăтăрса илтĕм, анчах пирĕн çунана вĕсем çавăнтах тÿнтерсе ячĕç. Селиме аппа та кăшкăрать, ман аппа та кăшкăрать, мĕн тумалла!.. Вара Селиме аппа çине тăлăп пăрахрĕç те, лашине çавăрса, Çĕнĕ Ырă çулĕпе ут вĕттин вĕçтерчĕç…
Тухтарăн сăнĕ çавăнтах улшăнчĕ, хура куçĕ вут та çиçĕм сирпĕтессĕн йăлкăшма тытăнчĕ. Вăл аллипе тăнлавĕнчен хĕссе тытрĕ те, чун хавалĕпе тарăхса, пĕтĕм урама илтĕнмелле: «Эх!.. » тесе кăшкăрчĕ. Вара, хăй умĕнчи Мăккăля таптаса каяс пек, малалла иртрĕ. Мăккăль хăрах аяккинелле пăрăнса тăчĕ. Тухтар каялла çаврăнчĕ.
— Елисса ăçта халь?
— Пĕлместĕп. Шерккей тетесем патне чупмарĕ-ши вăл, — тавăрчĕ Мăккăль.
Кирлехчĕ-ши çак самантра Елисса ăçта иккенне пĕлни? Вăл мĕн тума пултарĕччĕ-ши? Мĕнпе пулăшĕччĕ вăл Тухтара çав чĕре çĕклейми йывăр самантра? Мăккăль та ăна çак хыпара чăннипе каласа кăтартрĕ-ши? Тĕлĕкре кăна илт. мерĕ-ши Тухтар çак хăрушă сăмахсене?.. Çук, çук, тĕлĕкре мар, акă Мăккăль — Елисса шăллĕ… Мăккăль халь те куç умĕнчех тăрать…
Шÿтлесе лартса каймарĕç пуль Селимене?.. Чăнласах вăрласа кайрĕç пулсан вара…
Пин шухăш пĕрле арпашăнса çаврăнчĕ ун пуçĕнче. «Çынсем, çынсем! Епле апла? Епле апла пулать?.. »
Унăн çилли капланса, тăвăлса килчĕ, пырне пăвса, сывлас сывлăшĕ пÿлĕне пуçларĕ. Вăл хăй ăçта иккенне, умĕнче мĕн пуррине уйăрса курми пулчĕ, ури ăçталла ертет — çавăнталла çул тытрĕ. «Мĕнле йĕрке вăл? Мĕнле тискер пулаççĕ вара çынсем?.. Тĕк тăран çынна—çынна-çке? — кĕсъерен укçа вăрланă пек, илсе каяççĕ те пĕтĕм таса ĕмĕте çапса куçаççĕ! »
Тухтар чупма тытăнчĕ, анчах, хыçалтан чул сĕтĕрсе
пынă пек, йывăрланнă ун ури. Такам пĕри ăна хирĕç пулчĕ, темле сăмах каларĕ, те сывлăх сунса иртрĕ, те мĕнпе те пулин хута кĕресшĕн пулчĕ. Тухтар ун сăмахне илтмерĕ. Пĕр çÿллĕ хапха умĕнче шурă тутăр çыхнă хĕрсем курăнчĕç. Селиме пирки пĕлмеççĕ-ши вĕсем?.. Хĕрсем мăштах, хуйха ÿкнĕ пек, пĕр сăмах чĕнмесĕр тăраççĕ… Тухтар малалла иртрĕ. Пĕр лутра çурт кĕтессинче такамăн йытти уласа ячĕ, халь-халь çыртса çурассăн сикрĕ вăл Тухтар çинелле. Тухтар çаврăнса та пăхмарĕ, йытă унăн çулне пÿлме тăчĕ, Тухтар, асне илмесĕрех, йытта тапса сулăнтарса ячĕ те, лешĕ чикеленсе кайрĕ, хăй çаплах малалла утрĕ, пысăк кĕпер урлă каçрĕ. Такамăн çуртĕнче пĕчĕкçĕ хăй çути мĕлтлетет. Тухтар патне каллех йытă чупса пычĕ. Çав йытах-ши? Çук, ку ун çине сиксе ачашланать, йĕрес пек сасăпа йынăшать. «Чулай, эсĕ-им?.. »—терĕ Тухтар, йыттине ыталаса. Унтан часрах пÿртелле васкарĕ. Алăк урати урлă каçсанах;
— Элентей хăта-а!..— тесе татăлнă сасăпа кăшкăрса ячĕ, ыталаса илнĕ йыттипех алăк патĕнчи кутник сакки çине тĕшĕрĕлсе анчĕ; халиччен нихçан куççуль кăларманскер, пĕчĕк ача пек макăрма тытăнчĕ.
Элентей килте çук. Несихва каçхи апат хыççăн сĕтел çи пуçтарать. Тухтар таврăннине курсан, Несихва ун патне пычĕ. Йытти урайне сиксе анчĕ, ачасем ăна алăк уçса пăлтăра кăларчĕç.
— Тухтар, чим-ха, лăплан, Тухтар,— терĕ ăна Несихва, çывăх тăванне йăпатнă пек ачашласа.— Мĕншĕн йĕнине ăнланатăп-ха, чарăн, Тухтар…
Тухтар сасăпа йĕме чарăнчĕ. Вăл ÿпне выртнă, вăхăтвăхăтăн унăн хулпуççийĕ кăлт-кăлт сиксе чĕтрет—ĕсĕклет иккен.
Несихва ăна тăрса ларма пулăшрĕ, пĕр курка ăшă сăра ăсса пачĕ.
— Кил-ха, ăшна кантар пăртак.
Тухтар куççульне шăлса илчĕ.
— Хăта килте çук-им?—шанмасăр тенĕ пек, енчен енне пăхкаласа ыйтрĕ вăл тăвăлса тухан сасăпа. Куçĕ хăйĕн çап-çутă куççульпе йăлкăшать.
— Çук-ха, час таврăнма кирлĕ…— терĕ Несихва.— Ларха сĕтел хушшине, пăртак ăшă яшка сыпăн.
— Çăтса анмасть, Несихва тăхлачă.
— Çимесен юрамасть вăл, Тухтар, астивсе те пулин пăх, сывлăхна упра.
Элентей килсе кĕчĕ.
— Эс таврăнтăн,— терĕ вăл, хывăнмасăрах Тухтара
аллинчен чăмăртаса. — Юрĕ. Кунта, ав, инкек. Каларăм тетене. Хăнк та тумасть. Намăссăр Кантюксемпе ĕçсе ларать. Пÿрт лартма пулăшаççĕ имĕш. Тете айăплă! Пăхсах курăнать. Мана тав туса эрехне тăсать. Юн тĕслĕ. Тытмарăн. Хĕрне асăнса-и терĕм. Çилленчĕ. Çиллентĕрех! Унăн çилли çилĕм мар, хыçа çыпăçмасть. Селиме йĕрет — ашшĕ савăнать. Чунсăр вăл. Атя лар-ха сĕтел хушшине… Елиссасем патĕнче пултăмăр. Инкепе.
— Камсем илсе кайнă? —куççульне аран хытарса ыйтрĕ Тухтар.
— Куç хурса хăварман. Çитмĕл çичĕ йĕр çинче пĕр йĕр суйласа пăх-ха. Катарисем пулас çук. Пустуя…
— Нямаç пулинех…
— Çавă пуль тесеттĕм. Малтанласа. Мар. Нямаçне хам куртăм. Тĕттĕм пулсан… Кил. Лар.
Элентей эрех тултарчĕ.
— Сып.
— Пĕр тумлам та сыпмастăп.
— Çынсенне мар, хамăрăнне. Сып. Вăй кĕтĕр. Ларса ĕç тухмасть. Халех çуна кÿлсе каятпăр. Шырама.
Тухтар çапах та сыпмарĕ.
Самай вăхăт иртсен, вĕсем тухса кайрĕç.
Катăла пуçланă уйăх çуттăн çутатать. Хĕллехи шăн çул тăрăх çуна тупанĕ чĕриклетсе йынăшать. Лаша анаталла майĕпен юртать. Çука çине иккĕн ларнă. Пĕри, тилхепе тытни, çăмĕ çăрала пуçланă çухаллă тăлăппа, тепри чаппанпа. Иккĕшĕ те, тарăн шухăша кайса, сăмахпа ылмаш-масăр салху ларса пыраççĕ. Куршанкă çитсен, ялта туйтă-мăр çук-и, илтĕнмест-и тесе, ик-виçĕ çĕртен те ыйтса пăхрĕç. Вăл-ку илтĕнмест, ĕçкĕпе Шавлакансем пур та, хăйсен-нисем кăна. Хĕр вăрланă тенĕ хыпар çук. Пĕчĕк ялта, паллах, ун пек хыпара илтмесĕр тăма пулмĕччĕ.
Элентейпе Тухтарăн çулĕ малалла выртать. Тенкешек сăрчĕ урлă каçмалла. Унта çитсен тата виçĕ çухрăм анмалла, вара — Хурăнвар ялĕ. Хирĕç килекен пĕр лав та курăнмасть. Вĕçĕ-хĕррисĕр юр та юр, — уйăх çутипе кăваккăн курăнса выртать. Акă Тенкешек урлă каçрĕç, лаша каллех юрта пуçларĕ. Хурăнвара та çитрĕç, — хыпар-. хăиар унта та илтĕнмест. Утламăшсемпе такамсем явăçатчĕç-ха çак ял халăхĕнчен. Арçуксем, Пикмăрсасен хурăнташĕ. Вĕсем мар. Тимĕр Лариванĕсен лаша çук. Лвланакан каччă та çук-ха вĕсен. Вĕçкĕн Тутай Савалейĕсем Кантюксемпе çÿреççĕ. Вĕсем леш касăра кăна. Çавсем патне кĕрсе тухсан ĕнтĕ… Çук. Вĕсен ачи пĕлтĕр авланнă. Унта кĕрсен те, йĕрки пулмĕ…
Хурăнвар хĕррине тухрĕç. Тата ăçта каймалла-ши ĕнтĕ? Каяс пулсан, кунта çине-çине ялсем; Шăхаль, Тăваньел, Саплăк, Начар Упи, Выç Турантăш—вĕçе-вĕçĕн ларса тухнă вĕсем. Сылтăмра, çичĕ сăрт леш енче, Чăвашкас Ул-хашĕ — çутăлнă çĕре унта та çитме пулать.
Каллех вĕçĕ-хĕррисĕр хирсем. Юр та юр. Сивĕ. Куçа йăмăхтарса сенкерĕн курăнакан юр. Айлăмĕсенче — кĕртсем хушшине пытаннă мĕскĕн чăваш ялĕсем. Ячĕсем те вĕсен—çавнашкал: Саплăк та Начар… пурăнать те ха-лă. хĕ. Яра кун иртрĕ. Килтен тухнăранпа тĕпренчĕк хыпман, çапах та çиес килни асра çук. Икĕ талăка яхăн çывăрман пулсан та, тинкерсе пăхакан куç ывăн ман-ха. Пĕтĕм чĕре хăвачĕпе тарăхса, çилле шăнараймасăр, вĕсем иккĕн ларса пыраççĕ. Хăврăлса хĕç пек пулнă лаши анаталла аннă чух çаплах пĕчĕккĕн юртать-ха. Çынннсем пĕр сăмах та чĕнмеççĕ.
Тепĕр кун, каçкÿлĕм, вĕсем нимĕн хыпар-хăнарсăрах тăван ялне таврăнчĕç.
Çук Селиме…
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Çăварни иртсен виççĕмĕш каç, ял халăхĕ урамра çÿреме чарăнсан, Кантюкăн юман юпаллă вырăсла хапхи чĕриклетрĕ те, хăй тĕллĕн тенĕ пек, яриех уçăлчĕ. Чи малтан Кантюк хăй тухрĕ. Лапсăркка хура çĕлĕкпе, çине хура тупка кĕрĕк тăхăннă, рамански кăçатти пĕçтĕп таран. Вăл сăран алсаллă аллине куç харши тĕлнерех тытрĕ, пуçне аялалла пĕшкĕртсе, енчен енне пăхкаларĕ. Унтан аллине антарса вăштах сулчĕ.
Хапхаран, пуçне каçăртса, кÿлнĕ лаша тухрĕ. Хура çуна çине Нямаçпа Алиме ларнă. Лаша хапхаран тухсан тăпах чарăнчĕ.
— Эс, Урнашка, хăвăртрах мĕшĕлтет унта! —илтĕнчĕ Кантюкăн сасси.
— Ĕни тухасшăн васкамасть.
— Хамăртан малтан ертсе кай ăна.
Урнашка хĕрлĕрех ĕнене çинçе хулăпа хÿтерсе иртсе кайрĕ. Кантюк Алимепе Нямаç çумне сиксе ларсан, лаша вырăнтан хускалчĕ. Çуна çинчисем енчен енне пăхкаларĕç. Çын куç умне курăнасшăн пулмарĕç вĕсем. Урамра чăнах та çынсем çук. Çуна тупанĕсем пăрланнă çул хыттипе чуна кайса тивес пек нăйкăшса шăваççĕ. Акă вĕсем хăйсенчен малтан ĕне çавăтса пыракан Урнашкана çитрĕç, унран иртсе кайрĕç. Çĕнĕ пура сылтăм енне тăрса юлчĕ. Пус тараси патне çитсен, лашине туртрĕç те çил хапха умĕнче чарăнчĕç.
— Нямаç, итле, — терĕ Кантюк. — Авалхи йăла тăрăх «килĕшсе илнĕ» пулсан, çуна çинчен анмалла марччĕ, халĕ тесен, хапхана санăн анса уçмалла пулать. Çунана аслăк анне кĕрт, лашана, тăварса, лайăхрах кăкарса хур, чĕлпĕрне татса ан кайтăр… Карчăк, лампуна сыхланарах илсе кĕр. Асту, краçынне ан тăк… Ыттине хам çĕклесе кĕрĕп. Ара. Урнашкана кала, Нямаç, ĕнене лайăхрах кăкарса хутăр.
Нямаç çил хапхине кĕрт çийĕн çĕклесе уçрĕ, лашине çавăтса кĕртрĕ. Картиш варрине çитсен, лаши чарăнчĕ. Кантюк çуна çинчен сиксе анчĕ, карчăкне анма пулăшрĕ. Вĕсем иккĕшĕ пăлтăралла хăпарчĕç. Старик алăка шаккама та ĕлкĕреймерĕ, шалта ура сасси кăптăртатни илтĕнчĕ.
— Камсем-ха унта?
— Кĕтнĕ çыннăрсем, Шерккей хăта.. Ара. Уç алăкна хăвăртрах!
Пăлтăр алăкĕ шалтлатса уçăлчĕ.
— Кĕрĕр…
— Ме, эс те пулăш-ха çĕклеме… Алăкна ан çаклат, ан хуп. Юрамасть.
Пÿртре, кăмака ани çинче, — шăши куçĕ пек çутă мĕлтлетет: пĕчĕк кĕленчепе лартнă çу çиппи çунать. Çутă сахалтарах ÿктĕр тесе, ăна кăмака питлĕхĕпе таянтарса пÿлнĕ.
— Хисепĕм те сăвапăм çиттĕр хаклă хуçисене!
— Ах!.. — илтĕнчĕ майĕпен çеç хĕрарăм сасси тĕпел кукăрĕнчен.
— Иртĕр-ха, иртĕр тĕпелелле… Мăшăрăма тем пулчĕ, кăштах выртма шутларĕ-ха.
Нямаçпа Урнашка пăлтăрта темĕнрен такăнса шанкăртаттарчĕç. Вĕсемпе пĕрле тултан сивĕ сывлăш пăрăлтатса кĕчĕ.
— Панă сăмахăма тÿрре кăлартăм, хăта, — терĕ Кантюк, сăмси айне шăлса. — Ĕнтĕ пурăнма тытăнатăр… Чи лайăх лашана кÿлсе пырăп тенĕччĕ. Ара. Тухса кур картишне. Çунине те, хăмăт-хатĕрне те пĕтĕмпех сан патна хăваратăп. Витре сĕтлĕ ĕнеме çавăтса пырăп тенĕччĕ. Ăçта тăхлачă? Тухса суса кĕтĕр, килте юри сутармарăм. Çийĕнчен акă тата… — пăл шăлавар кĕсйине хыпашласа, енчĕк туртса кăларчĕ, — шутласа та ан тертлен, пĕр пус таранччен кунта çĕр тенкĕ. Ме, тыт!.. Çавăн пек пултăр Кантюкăн хулăмĕ. Ара!..
Шерккей çавăнтах Кантюк сĕннĕ укçана ярса илчĕ.
Алли пĕр самантра чĕтреве ÿкрĕ. Кĕске чĕрнеллĕ хулăн пÿрнисемпе вуншар тенкĕлĕх укçасене пĕрерĕн-пĕрерĕн сĕтел çине хурса шутларĕ — шăп та шай çĕр тенкĕ, тепĕр хут шутларĕ — каллех çĕр тенкĕ. Унтан вĕсене урлă та тăрăхла хуçлатрĕ те, йĕм çăрхине меллĕн тавăрăнтарса, шалти вăрттăн кĕсйине чиксе хучĕ.
— Тавтапуç…
— Ах… — чун тухас пек йывăррăн илтĕнчĕ сасă тĕпелтен.
Алиме аллинчи лампине кил хуçине тыттарчĕ.
— Мĕн-и, мĕн-и. Çунакан машина мар-и вара ку? Эй, этсемĕрин, эпĕр те çакна çутса куракан пулатпăр-и? Ара, чăн та, ак кунта винтти те пур, хăрпăкĕсене, аллатаккай, епле чĕнтĕрлесе пĕтернĕ, кĕленчи пакка шăрчăкăнни пек, хырăмламас, машина-тăк машина, э?
— Ара, машина пулмасăр? Пÿртÿ çуталтăр терĕм. Чим, хамах çутса ярам-ха.
— Сайте! Сайте, теп те…
Арăмĕ илтрĕ упăшки чĕннине.
Алиме тĕпелелле иртрĕ.
— Татах чирлемерĕн-и, тăхлачăм?.. Мĕнпе те пулин хам пулăшаймăп-ши, — терĕ вăл шăпăлтатнă сасăпа. — Хур çăвĕ илсе килсеттĕм-ха, юри сан валли пултăр тетĕп. И-и, епле иккен те…
Пÿртре хĕрарăм сассине илтнĕ Сайте, чавса вĕççĕн тĕренсе, асаплăн çĕкленчĕ— Несихва мар иккен. Çурма тĕттĕмре Сайтен пĕтсе кайнă пит-куçĕ курăнчĕ.
— Ытла туртăннă-çке эс, чунăм, тăхлачăм, епле пĕтсе кайнă-ă-ă! Вĕрĕлмерĕн-и? Хăнтрамак пусмарĕ-и? Ваттисем тытмарĕç-ши, тупата, çăкăрпа та пулин асăнмаллаччĕ, тăхлачă, И-и…
Сайте куç чарса пăрахрĕ.
— Хăта?.. Тăхлачă?!. Хăшĕ кунта хăти е тăхлачи?
— Ара. Хăталатпăр çав ĕнтĕ сире. Çавăн пек килсе тухрĕ те. Ун пек йăлана хамăр шухăшласа кăлармастпăр-çке, — терĕ Кантюк. — Çавăнпа кунта килтĕмĕр те. Тайма пуçăм енре… Ак, кĕрĕвĕр те кунтах!
Нямаç?!.
Вăл çăварне сарса кулать, шăлне ейсе тăрать. Çавă. Нямаç.
Нямаç ашшĕ Кантюк та пĕрлех. Нямаç ак Сайте еннелле алă тăсрĕ. Кил хуçи мăшăрĕ, хăй умĕнче кам тăнине палларĕ пулсан та, палламан пек пăхса, куçне хупа-хупа уçрĕ, унтан аяккинелле пăрăнчĕ, куççулĕ пĕçертсе шăпăртатса анчĕ.
— Селиме, — терĕ вăл аран илтĕнес сасăпа. — Хĕрĕм, пĕртен-пĕр телейĕм… пуçна çирĕç иккен санăнне…
Сайте çавăнтах хăй вырăнĕ çине месерле кайса ÿкрĕ. Ыттисем, Алимерен пуçне, тĕпел кукăрĕнчен тухса, сĕтел патнелле пуçтарăнчĕç. Урăх пĕри пĕр сăмах чĕнмерĕ.
Сĕтел тĕлĕнче маччаран çыхнă кантăра анать. Шерккей çавăнтан лампа çакса ячĕ. Пÿртре, чăн та, çуталчĕ. «Çунакан машина машинах çав. Пăркăчне кăшт пăрсанах çутă хутшăнать», — хавасланса мăкăртатать Шерккей.
Тимрукпа Ильяс алăк патĕнчи кравать çинче çывăраççĕ.
Шерккей йĕм çăрхине тĕрĕслерĕ, укçи çавăнтах хĕстернипех тăрать. Пуянлăх. Мул! Çавăн пеккине вăл хальччен ĕмĕтленме кăна пултарнă. Халь курса тăтăр ĕнтĕ шăллĕ Шерккей мĕнле çÿлелле кармашнине! Вăл, чăлана кайса, çăварнирен юлнă капăртма кăларчĕ, йÿçĕтнĕ купăстапа хăяр лартрĕ. Хĕрарăм ĕçне туни килĕшмест ăна, алли-ури кĕрĕс-мерĕс арпашать, çавна хăй те туять.
— Амăшĕ чирлĕ те, чирлĕ те… ан ÿпкелĕр ĕнтĕ, ан ÿпкелешĕр, — ытла мĕскĕннĕн илтĕнет унăн йăвашланнă сасси.
— Эс, мĕн, ÿпкелешес пирки калаçан? Мĕн кирли пирĕн хамăрăн ытлашшипех. Кантюкăн мĕн çук? Çуртăмра чăх сĕтне кăна тытмастăп, тата çуралман пăрăвăн какайĕ çук. Вĕсене Чĕмпĕрте сутмаççĕ. Ара! Ак, кунта та… — сак çине хунă çыхăран тĕрлĕ тĕслĕ пулăштухсем кăлара пуçларĕ вăл. Сĕтел илемĕ кĕрсе кайрĕ: пÿремечи те, капăртми те, кĕрчеми те-пур. Куркине те хăйсемпе пĕрлех илсе килнĕ.
— Элентейсене систермерĕн пулсан…
— Çук, никама та пĕлтермен.
— Ну, çавăн пек лайăх та. Хамăра канлĕ. Каларăм-çке… Ара. Лар-ха, эппин, сĕтел хушшине. Карчăк, ăçта эс? Кил-ха кунта. Тăхлачăн та кунта пулмаллаччĕ те-ха, эх, çав…
Нямаç, чÿрече патне пырса, урамалла пăхрĕ. Каçхи урам шăп, çынсем курăнмаççĕ. Шур явлăкпа çавăрса çыхнă сылтăм аллипе сакăран тĕренчĕ те кĕтессине ларчĕ. Урнашка унпа юнашар вырнаçрĕ.
Шерккей каллех йĕм çăрхине хыпашларĕ.
Алиме, алшăлли йĕпетсе, Сайте çамки çине хучĕ; унтан çынсем патне тухса, çаврăнкала пуçларĕ. Сĕтел варрине шурă кулачă хучĕ вăл, хăпарту касрĕ, шăрттан вакларĕ. Шерккей хăйсен куркине эрех тултарса Кантюк умне лартрĕ. Кантюк курка çĕклерĕ.
— Тав сире, ятлă хăтапа тăхлачă!.. Тав сире те, çак таса çуртăн ырă пирĕштийĕсем! Сире те, ваттисем, манас çук, тăвăм çиттĕр. — Кантюк эрехне тумлатрĕ. — Телей сунатăп ывăлăма, сăвапăм та пехилĕм çиттĕр. Тавсăя!..
Шерккей аллине курка тытсан тин Селиме пирки ыйтрĕ. Сывлăхĕ чиперех иккен. Çамрăк çынна ăна мĕн пултăр? Виçĕ кун, виçĕ каç пĕр турам çăкăр хыпмарĕ. Мурĕ пĕлтĕр-и мĕншĕнне? Кутăнлашать çав. Э? Пÿлĕх панă телейпе те килĕшесшĕн мар теместпĕр-и?.. Кĕмĕлпи паян каç çамрăк кине хупнă кайри пÿрте апат леçрĕ. Алăка шал енчен çыхса илнĕ. Никама та кĕртмест. Пĕр курка сĕт ĕçрĕ, тет. Пăттине тутанса та пăхман, иçмасса. Пăри пăтти. Саратса пĕçернĕччĕ çав. Çуне те куçласах янăччĕ. Кашăкĕ те типпипех тăрать. Çимест çав. Никама та кĕртместĕп тесе калать, тет. Амăшĕ пырса ÿкĕте кĕртеймĕ-ши тетпĕр те. Сы-валтăр-ха. Хăвăрăн хĕрĕр-çке. Пĕр килĕшмесĕрех те мар, тепĕр тесен. Амăшĕ кунăçтаркă пулĕччĕ… Нямаç-и? Ав, кур-ха, ал тунине виçĕм кунтанпах тутăрпа çыхса çÿрет. Шăлĕпе шăмма çити витернĕ, тет. Çамрăк çынсен вĕсен, ара, хĕрарăмах пулсан та, шăлĕ çивчĕ-çке. Çапларах çав-ха. Хăнăхасса хăнăхать вăл, ун пирки калаçмалли те çук. Лашана юпахран кÿлме вĕрентетпĕр-çке? Ара. Унсăрăн мĕнле вăл? Ытла пит… Ялтан епле илсе кайнă тетне? Ун çинчен Урнашка каласа парĕ. Ăна лайăх пултарнă-ха вĕсем. Хурăнвара терĕм-çке. Унта шанчăклă çынсем пур. Кĕтеççĕ катаччи чупакансене — çук, кĕтеççĕ — çук. Мелне çитернĕ вара. Урнашка тимĕр кăвак утпа виçĕ каччă лартса килет. Тăваттăн пĕр хĕре илсе каясси мĕн вăл? Вăхăчĕ кăна майлăрах килтĕр. Çавăн пек майлă вăхăт ÿкернĕ те. Хыçалтан хăваласа та пăхрĕ, тет. Çитсе кур-ха эс Туттай Савалейĕн тимĕр кăвак ăйăрне? Ана, тÿррипе калас, сан çÿренÿ те, манăн хури— вăл та санăнах пулчĕ ĕнтĕ —çавсем кăна çитме пултараççĕ. Ут мар — çилхи çил çавăрать. Шыраканăн-и? Унăн çитмĕл çул, кашни çулăн çичшер юпă. Тупса пăх-ха унта. Элентейпе леш кĕтÿç ачи, мĕскĕнсем, Хурăнварах çитнĕ пулнă иккен. Туттайсен хапхи виç пĕ-тĕркĕчлĕ. Ире хирĕç шăппăн кăна лартса та килчĕç. Çамрăк кинĕм — кайнă чух çул тăрăх кăшкăрнипе пуль — халь те сасăсăрах.. Тĕплĕн турĕç çав ĕçне. Вĕсене ĕнтĕ хамăр та хĕрхенмесĕр тав турăмăр…
— Тĕплĕ пулмасăр! Ха-ха-ха-ха! —хыттăн кулса ячĕ Урнашка.
Ун куллине илтсе, Ильяс вăранчĕ, йăшăлтатнă май, вăл Тимрука та вăратрĕ.
— Атте, мĕскер кунта?
— Э-э, Тимрук… Кил-ха кунта! Аçу сана пит мухтать… Çак куркапа ĕçсе пар-ха.
Нямаç ăна Кĕрчеме тултарса пачĕ, кĕрчемепе пĕрле виç тенкĕлĕх хут укçа тыттарчĕ. Ашшĕ; «Ĕç», — тесен, Тимрук, ăна-кăна ним пĕлмесĕрех, куркине пушатрĕ. Тăрса тулалла тухрĕ. Ильяс амăшĕ патне тĕпелелле кĕчĕ. Амăшĕ ахлатса выртать. «Шыв!.. Шыв!.. — илтрĕ Ильяс унăн сассине.
— Атте, аннене тем пулнă, каллех аптрать…
— Сывалать ĕнтĕ вăл, ачам, кĕрсе выртах ун çумне, çывăр, çывăр. Ыран ирех шкула каймалла тетĕн.
Ильяс хăй амăшне шыв ăсса парса ĕçтерчĕ. Кăшт кăна çĕкленнĕ амăшĕ хăй патнелле пыракан Шерккее шăтарас пек пăхса илчĕ те кăкăрĕнчен хăрăлтатса тухакан сассипе:
— Çăхан… Хĕрне сутса ĕçетнем? —тесе хучĕ. Хăй çавăнтах каялла тĕшĕрĕлсе анчĕ.
— Сан ĕçÿ çук унта, карчăк, выртах канса, — шăппăн та хăвăрт каласа хучĕ хĕрнĕ Шерккей.
Сăмах мĕн çинчен пынине Ильяс çийĕнчех тĕшмĕртсе илчĕ. Тĕпел тĕттĕмĕнче вăл хăвăрт-хăвăрт урине сырчĕ, кушак тирĕнчен çĕлетнĕ хăлхаллă çĕлĕкне тăхăнчĕ, çине сăхман уртрĕ, Тимрука хирĕç алăкран тухса кайрĕ.
— Тимрук, иксĕр пĕрле тухса кĕмеллеччĕ, пĕччен хăрама пултарать вăл, — терĕ ашшĕ.
— Кам? Ильяс хăрать-и?.. Вăл Элентей тете пекех хăюллă.
Шăллĕ ятне илтсен, Шерккей, çÿçеннĕ пек, чĕтренсе илчĕ.
— Ну, — терĕ вăл, хăнисем енне çаврăнса, — ĕнтĕ тем мар-ха, амăшĕ вăл ятлаçĕ те, килĕшĕ те. Пĕрмери кашăк шăкăр… шăкăртатмасăр пулмасть ĕнтĕ. Хам сăмахăма хам хуçа.
— Çапла пулмасăр арçын сăмахĕ.
Шерккей çак вăхăтра Шерпике юмăç мĕн-мĕн каланине асне илчĕ: чим-ха, тĕрĕсех килмест-и капла юмăç сăмахĕ? Вăл хирĕçмелле мар терĕ-çке?.. Анчах Кантюк ун шухăшне пÿлме ĕлкĕрчĕ:
— Ара, çапла пулмасăр… Хăта, эпĕр хамăр та ăçтиçук кассисем мар, ял паллать! Мĕн вăл ял — вулăс паллать пире, уес!
— И-и, хăтаçăм, пирĕн Нямаçа пыракансем-и? Ял тулли! Ун валли паян тесен паян сиксе пыракансем пур та, калам-ха эп те сăмахăма, ыттисене куçларăм та, Нямаç яхăнне ямасть: Селиме те Селиме тесе кăна тăчĕ, саççим. Пĕлтĕртенпех мар-и çав…
— Ара. Турă çапла çырнă пуль ĕитĕ. Нимĕн хĕр-хĕр-хенсе тăмасăр тăрăшрăмăр та… Ак, кĕрÿ хирĕç мар-çке. Хирĕç пулмарĕ. Тав сана, кĕрÿ! —«Кĕрÿ» тесе пĕрремĕш хут хăйса каларĕ Шерккей.
Эрех хыççăн Кĕрчеме. Курка хыççăн курка. Ĕçме-çиме сĕтел тулли, кулачине çаплах пуçламан-ха.
Кăшт тăрсан, Ильяс таврăнчĕ. Вăл чĕркуç таран юр ашма ĕлкĕрнĕ. Çак шавлă ушкăнра вăл килсе кĕни асăрхаймарĕ те. Ильяс тĕпелелле иртсе салтăнчĕ, амăшĕ çумне мăштах кĕрсе выртрĕ.
— И-и, хăтаçăм, савăнар-ха çакăнта тул çутăличчен! Эпĕр чух… Мĕн-çке, пире кунта купăс та кирлĕ мар!
Алиме çинçе сасăпа илтерсе юрласа ячĕ:
Ик аллăма сулă эп тăхăнтăм,
Сулкаланса юрлас та кăмăл пур;
Хăта патне килсе эп сум куртăм,
Сире чыс кăтартас шутăм пур.
Ыттисем те юрра хутшăнчĕç. Кантюкăн сăмсапа янăранă сасси уйрăммăнах илтĕнет:
Çĕнĕех те çуна, чĕрме тупан,
Çулаях та тухсассăн йĕр юлать;
Ентĕ çĕн хăтасем — çунатăмсем,
Эпĕр кунта килсессĕн чыс пулать.
Кÿлсен — кÿлĕр лашăра маттуррине,
Пĕкĕрен те çÿллĕ пуç пултăр;
Тусан — тăвăр кĕрÿ пуяннине.
Куçăр курса, чунăр та савăнтăр.
Кăвак кăвакарчăнăн ан урисем —
Кĕпĕрнаттăр хĕрлĕ туйисем…
Ура сасси илтĕнмесĕрех алăк яри уçăлчĕ — Элентей курăнса кайрĕ. Çÿллĕ, вăйлă та сарлака Элентей, Пурте аптраса тăчĕç. Кантюк çеç çакăн пек чух мĕн тăвасса çийĕнчех тĕш йĕртсе илчĕ;
— Акă пирĕн кам çитместчĕ иккен! — Кантюк, хĕпĕртенĕ пек пулса, ура çине тăчĕ. — Хăтаçăм, ирт-ха эс те кунталла… Ак курка…
— Курка? Ха-ха-ха! —тĕпрентерсе кулса ячĕ Элентей. — Юрла-юрла улах тăватăр? Халап яратăр? Вăрттăн куçлă-пуçлă тăвар тĕтĕре?.. Ха-ха-ха!.. Хăта? Ха-ха-ха!..
— Вăрттăн мар, Элентей хăтаçăм, ырă ятпах килĕшрĕмĕр ĕнтĕ. Ара. Селимене кин турăмăр, килĕшмесĕр мар çав. Хулăмĕ те…
— Кам вăрларĕ Селимене? Кам валли?..
Пурте сĕтел хушшинчен туха пуçларĕç, пĕр Урнашка кăна, анлă куçĕсене куштаннăн чалăртса, сĕтел хĕрринче ларать. Нямаç, енчен енне пăхкаласа, Элентей патнелле çывхарчĕ. Кăкăрне маларах кăларчĕ, çăмламас аллисене сăтăркаларĕ.
— Нямаç, тытăçасшăн-и? Пушăту курăк, çăпатара чăтас çук!
— Кур-ха, çапăçма пĕлнипе мухтанать. Ну? —Урнашка та, ларнă çĕртен тăрса, Элентей патне пычĕ. — Мĕн вара? Эп вăрласа кайрăм Селимене. Нямаç валли!
— Эс-и? Эс-и, манăçнă чун?
— Эпĕ.
Пĕр майлисен ушкăнĕ самай пысăкланчĕ. Йышне кура вĕсем хăйсене паттăра хыврĕç, куç умĕнчех хăпартланса тăчĕç, Элентей çакăн пек чух çыхланаймасть тесе шухăшларĕç.
Шерккей те шăллĕ патнелле çывхарчĕ.
— Шăллăм, мĕн кирлĕ сана, мĕн кирлĕ сана? —хистесе ыйтрĕ вăл.
— Хăлха чикки! Акă çак кирлĕччĕ! —Шерккее питĕнчен енчен енне çиллессĕн çутатса ячĕ Элентей. — Ухмах эс!..
— Эс… эс… — тем каласшăн пулса, пĕçерекен питне темĕн çыпăçнă пек, шăлкала пуçларĕ Шерккей, аяккинелле пăрăнчĕ.
— Кайса лар вырăнна! Санпа урăх чухне калаçăп…
— Эс мĕн, çапăçма килтĕн-и кунта? Çапăçма-и? —Урнашка Элентее вăйĕ çитнĕ таран хытă чышса ячĕ, Элентей тутинчен йăрăлтатса юн анчĕ. Вăл ура çинчех сулăнса кайрĕ, сакăран çапăнчĕ, сăмсипе нăш-нăш тутарса илчĕ. Куçĕ хăйĕн вут та хĕм тăкать, пичĕ хăрах енчен кĕскен-кĕскен турткалана пуçларĕ, вăл шăлне çыртрĕ те тилĕрсе кайрĕ, Урнашка патне пычĕ.
— Таса çынна тĕкĕнме? Вăрă! Тăсланкă! Çилхăван! — кăшкăрса ячĕ вăл хыттăн. —Акă ил Селиме куççулĕшĕн! — Вăл икĕ чăмăрне пĕрле хутлатса шăнăрлантарчĕ те Урнашкана, шăпах пуç тÿпинчен тĕллесе, вутă çурнă чухнехи пек хĕклетсе шаплаттарчĕ. Пĕкĕнсе аннă Урнашка малтан пĕр еннелле, унтан тепĕр еннелле сулăнчĕ, вара, чакса-чакса пырса, сак çине темле мелсĕр тĕшĕрĕлсе анчĕ те а-а!!! тесе ĕнĕрлесе ячĕ.
— Ара, ку чикĕшме-вĕлерме тесе килнĕ-çке кунта? Ара.
— Тем курасси, тем курасси пулĕ.
— Мана çап!.. Çап мана та!.. — куçа кĕчĕ Алиме.
— Карчăксемпе çапăçмастпăр. Кунта мана сансăр та çитет.
— Эппин итле ваттин сăмахне: Селиме хăй килĕшрĕ.
— Улталан!
— Акă алла çăкăр тытатăп.
— Тытмастăн! Умăнти çăкăртан юлатăн!
Алиме, сăмах тавăрса калас вырăнне, сĕтел варринчи çавра çăкăра çĕклесе чуптурĕ.
— Урăх, тархасшăн, ан çапăç. Хăй килĕшрĕ тетĕп.
— Ара çав.
— Эхх!..
— Шăллăм, кунăçа кĕр… Ав, Урнашкана тем пулчĕ, чĕлхине чăмлать…
— П… пыршине чăмлатăр!
Кантюк çак хушăра Элентее тем пек килĕштересшĕн пулчĕ. Хăратма çук ăна, йăпăлтатса та ĕç тухмасть. Тепĕр майпа хăтланса пăхсан кăна. Вăл кĕсйинчен хĕрлĕ хут укçа кăларчĕ те Элентее тăсрĕ.
— Ме, хăтаçăм, эс те пайсăр ан пул эппин, халлĕхе юп кур çакăнпа. Пĕрле пурăнмалла пултăр…
— Хе? Эсĕр мана та сутăн илесшĕн-çке? Ха-ха-ха!.. Чим-ха, тепре ача пулам… Пĕлместĕр Элентее! Çук чунсем!.. Кантюк папай! Ырăпа калатăп, Селимене паянах кăларса яратăн. Халех. Е сана — илтетне — леш тĕнчере те канăç памастăп.. Аçуна кăтартнă пек! Илтрĕне?.. Чик укçуна, Мĕн ыйткалакан пек аллăпа тăсса тăратăн?
— Ара, — каллех йăвашланчĕ Кантюк, аллисем сиксе чĕтреме тытăнчĕç, — Селиме кине эпĕр хупса усрамастпăр-çке? Хăйĕн кăмăлĕ, хăйĕн ирĕкĕ… Илтрĕм-ха эпĕ; Элентей хăта епле ял кĕтÿçĕсемпе çĕрĕ-çĕрĕпе хăй лашине кăпăкпа çуса çÿренине. Шерпике каларĕ. Çичĕ куçлă-çке вăл. Ара… Селиме кинĕн хăйĕн ирĕкĕ тетпĕр, кирек те мĕн тутăр… Ара. Хисепĕм те сăвапăм…
— Эп пĕрре калатăп, Кантюк папай. Урăхла пулмасть!
Элентей алăка шартлаттарса хупса хăварчĕ.
ХХII. Амăшĕ
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Иртнĕ кунсем Сайте сывлăхне йăлтах хуçса хăварчĕç, вăл, тем пек тăрăшсан та, вырăн çинчен тăраймарĕ. Кăмака хутса кăларма та хирĕçри Пикмăрса хĕрĕ, Уття, килкелесе кайрĕ.
Амăшĕ…
Тĕнчере кам виçсе пĕлес пур Сайте чăтса тÿснĕ асап-тĕсепе! Тăватă ача çуратса, виççĕшне чиперех пăхса ÿстерчĕ вăл. Ачисем çынран кая ан пулччăр тесе, вĕсене çĕтĕк те хура çÿретмерĕ, выçăхтарса аптратмарĕ, хăш чух хăй çиес турамне те вĕсем валли уйăра-уйăра хуратчĕ: ан тив, вăй илччĕр, сывлăхлă пулччăр, ÿлĕмрен тав тума пĕлччĕр тетчĕ вăл. Ялта пĕр-пĕр чир-чĕр хускалсан, хăшпĕр чух, хĕрхенÿсĕр вилĕм çуртри килйыша пĕр чун хăварми шăла-шăла тухнă вăхăтра, Сайте, çĕрне-кунне пĕлмесĕр, ачисене пăхрĕ, артакларĕ. Çурт-йĕре тирпейлĕ тытасшăн пулса, вăл хăй пурнăçĕнче канăç мĕн иккенне пелмерĕ: куллен яшка-çăкăр пĕçерчĕ, выльăхне пăхрĕ, ĕççинче çынран юлмарĕ: вăхăтра тыррине вырнă, çумне çумланă, кантăр татнă, хутнă, тĕртнĕ, вуттине турттарнă, арманне те тепĕр чух хăех çитетчĕ, — рехетре пурăнатчĕ-ха Шерккей, мăшăрĕ ăна хăй мĕн-мĕн туни çинчен каламастчĕ те. Çемьери шатлăха пула, Шерккей кил-çурт пăхас пирки шухăшĕ те пулмарĕ. Сайте шучĕпе çуртра çавăн пек кирлĕ те. Унта: ку арçын ĕçĕ те, ку хĕрарăмăн тесе уйăрса тăмарĕ вăл, мĕн тумаллине пĕтĕмпех вăхăтра турĕ, ал çитерчĕ, ĕлкĕрчĕ. Амăшĕ хăй ачисемшĕн кăвакарчăн ами пек йăваш пулчĕ, йăвашне йăваш та, черченкĕ ачаш теер мар ăна. Мĕскĕнле йăвашлăх пулмарĕ Сайте хăвăлĕнче. Çемьере йĕркелĕх тытма унăн çирĕп ăсĕ çитрĕ. Сайте мĕн пĕчĕкрен тÿрĕлĕхе хисеплет. Ултавпа икĕпитлĕхе, мухтанчăка, куштана, вĕçкĕне, юла-юпинне, элек-сĕлеке тÿсме пултараймарĕ вăл. Ачисене те çавăн пек пулма вĕрентесшĕн тăрăшрĕ. Çемьере Сайте хăйне упăшкин чи çывăх пулăшаканĕ вырăнне хучĕ. Халь мĕн тумаллине те, ÿлĕм мĕн тăвасса хăй çине ытлашшипех йышăнчĕ, арçыннăм малта пултăр та, хам кайра пулам тесе тăмарĕ. Тен, çавна пула та пуль, çуртра хăй вăл чи тĕреклĕ тайăм иккенне те тĕрĕс ăнланчĕ, çав тайăма халиччен никам та сулăнтарманччĕ-ха. Ачисем мĕнпе те пулин йăпанса хавасланнă вăхăтра вăл хăй ăшĕнче савăнчĕ, хуйхă-суйхă пулсан, çуртра ăна пуринчен малтан Сайте ăнланса илетчĕ, сисĕнмирех ирттерсе яма тăрăшатчĕ, малашнехи кунсем çутăрах, ăшăрах пуласса вăрттăн та пулин чунне йăпатса шанатчĕ. Куç тулли пăхса савăнмалла хĕрĕ ÿсетчĕ унăн. Селимен шăпи хăйĕннинчен лайăхрах пуласса амăшĕ чун пек кĕтетчĕ, ĕненетчĕ… Ан тив, Тухтар чухăн пултăр, вăл шăпах Селиме ятне килнĕ çын пек туйăнатчĕ Сайтене… Акă халь Шерккей—унăн упăшки—тăван хĕрĕн телейне пĕр кĕтмен çĕртен татрĕ. Кантюксен тăхăмĕ вăрă таврашĕ иккенне кам пĕлмест. Шерккей, ав, Селимене вăрă-хурах аллине пачĕ… Тупата, кушак чухлĕ—кушак та куçне уçайман çурисене куç пек сыхласа пăхать, чăхă та хăйĕн вăйсăр чĕпписене хурчăка тытасран епле упрать, кирлĕ чухне çунат çапса çапăçать, хăй чĕп-чĕрĕ юна ÿксен те, чĕпписене тыттарасшăн мар. Пĕртен-пĕр Шерккей, — çын те ĕнтĕ ăна çакăн хыççан, — непсине[ii] тăрантараймасăр тăван хĕрĕн çутă кунне сÿнтерет.
Чăтса ирттер-ха çакăн пек пысăк намăса! Çавă тарăхтарать те Сайтене, Хĕрĕн шăпине вăл ĕнер каç пĕлчĕ. Пĕлчĕ те… ăна пушшех пулчĕ, урăх çĕкленеймерĕ. Çĕкленме вăй çитернĕ пулсан, вăл çĕр варринче тăвăл хускататчĕ. Вилессе çитсен те, вăл килĕшместчĕ çакăн пек мăшкăлпа… Мĕн астăвать-ха Сайте иртнĕ каçран? Элентей килсе кĕнине кăшт астăвать, ятлаçрĕç пулмалла вĕсем, хыттăн шапăлтатрĕç. Мĕн калаçнине Сайте уйăрса илеймест. Ирхине Ильяс Уттяна чĕнтерчĕ. Чÿрече хуппине уçрĕç, пÿртре çуталчĕ, кăмака хутса ячĕç. Уття ĕне суса кĕчĕ пулмалла. Вырăн çинчен тăнă Шерккей майĕпен çеç тĕпелелле иртрĕ, Сайтене пĕр курка сĕт парасшăн пулчĕ. Сайте ăнланчĕ çавă мĕнле сĕт иккенне, вăл йынăшса сывлăш çавăрчĕ, сĕтне тутанса пăхмарĕ. Шерккей ăна, виртленĕ пек, эрех сĕнсе пăхрĕ. Çилленнĕ Сайте унăн питне лач сурса хучĕ. «Пархатарсăр эс… »—тесе пăшăлтатрĕ вăл. Тути кăвакар-нăччĕ хăйĕн.
Пĕр Шерккей çеç хăй мĕншĕн айăпа кĕнине, кам умĕнче айăпа кĕнине çаплах ăнкараймарĕ. Мĕн тесен те, вăл çурт хуçи. Енчен вăл çăкăр умне тухма тăрăшать пулсан, ăна мĕншĕн камăн та пулин чăрмантармалла? Е çав ĕçе вăл пĕр хăйшĕн кăна тăвать-и? Çук çав, хăйшĕн кăна мар çав. Вăл хăйĕн çемйине тăн-тăнрах пурăнтаракан тăвасшăн. Акă унăн пурнăçĕ малашне чиперех сыпăнса каять: çăкăр умран юлать, картишĕнче вите тулли выльăх-чĕрлĕх пулĕ, кĕлетри пÿлмесем, тырăпа тулса, тапса ванас пек сарăлĕç, пÿрт-çурт ытарса тухмалла мар лартса хурĕ, пахчара турат çĕклейми хĕрлĕ панулмисем пиçĕç, кĕсйи те пушă мар.. Ак мĕнле пурăнма ĕмĕтленет Шерккей, Çав пурнăç ун ачисемшĕн кирлĕ мар-им? Шерккее ашшĕ нимĕн те пехиллесе хăвараймарĕ, кăшт хĕрсе калаçнă чухне кăна: «Манăн мул! Манăн мул!.. »—тесе йăнкăлтататчĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр, вилнĕ ватта çилĕпе асăнма хушман… Шерккей виçĕ çул хушши, чĕррине вĕлерсе те виллине чĕртсе тенĕ пек, хăй тĕллĕн çурт тытрĕ, тертленчĕ, нушаланчĕ. Çавăншăн ăна тав тăвакан пур-и? Кĕтсех тăр! Кун çути çутăлас патне çитсессĕн ун çине мăртăхса пăхаççĕ, чĕрре кĕреççĕ. Шăллех, ав, епле чăрсăрланать. Ан тив, Шерккей халлĕхе хăй шухăшланă пекех туса пытăр-ха: кăçал пÿрт ларттăр, хапха тутăр, çĕнĕ вите, карта çавăртăр, — начар пулать-им? Кĕсйинче укçа пур чух (вăл ăна кунне миçе хут шутласа пăхать! ) пĕр-пĕр тырă лайăх пулакан çĕрте çич-сакăр ана çĕр те туянĕ, анисене тĕрлĕ хирте суйлĕ вăл; пăр çапса пăр пĕтереймĕ, шăрăх ĕнтсе çĕнтереймĕ; тырри пулĕ унăн, çĕр çынни епле тырăсăр пурăнтăр? Çавăн чух Шерккее курса кăна тăр. Çĕкленĕ-ха вăл, çĕкленĕ, çунат сарĕ… Майне пĕлсен, çапларах çав. Сайте çавна чухлаймасть, ав, питрен сурчĕ хучĕ, халь те пулин сурчăкĕ çыпăçса тăнă пек çунтарать — шăлса шăлăнмасть. Вăл — ашшĕ — хăй ачисене мĕншĕн хаяр сунтăр? Ывăлĕсемшĕн тăрăшмасть-и вара, Сайтешĕн, Селимешĕн мар-и, çуртшăн мар-и, тепĕр тесен? Селиме тинех, мĕн тесен те, çитĕннĕ хĕр. Каччăсем пăхаççĕ çав ĕнтĕ ăна. Вăл пурпĕрех тăван килĕнчен каймалли çын, хăй çурчĕпе пурăнмалласкер, Чăн та, вăрланă пек пулса тухрĕ ĕнтĕ; каччи те урçа тейĕпĕр, вал та тем мар: вăрланса кайнисенчен те ялта Селиме пĕрремĕш е иккĕмĕш хĕр мар. Юханшыва каялла юхтараймăн. Селиме çĕрме пуян çуртра пулать, çавă мĕне тăрать?.. Хăй хирĕç-келет иккен. Ача çав-ха. Ури çине ĕне пусман, пуснă пулсан, пурнăç тути-масине пĕлнĕ пулĕччĕ. Ĕнтĕ çиекен пĕлмест, туракан пĕлет, — шухăшлать Шерккей.
Тимрук алăк патĕнче пуçне сĕнксе ларать. Вăл мĕншĕн кăмăлсăр иккенне ашшĕ тĕрĕс чухлать: ĕнер каç Кĕрчеме сыпнипе çавăн пек вăл. Шерккей юлнă эрехĕнчен курка тĕпне пĕр-ик сыпкăмлăх ячĕ.
— Ме, Тимрук, пăртак уçăл.
— Курас килмест. Пуç ыратать…
— Ухмах, пуçу ан ыраттăр тесе сĕнетĕп те…
Ильяс тĕпелте, аллине кĕнеке тытнă.
— Эс чĕнтерсе килтĕн-и ĕнер Элентей тетÿне? — ыйтрĕ ашшĕ.
Ильяс куçран тÿррĕн пăхрĕ.
— Эпĕ.
Çаплах тавăрса калани ашшĕне тĕлĕнтерчĕ те çиллентерчĕ те, — çĕркаç Элентей ăна икĕ хутчен çупса ячĕ: пичĕкуçĕ халь те пĕçерсе тăрать.
— Ха! —терĕ вăл куç харшине пĕрĕнтерсе. — Епле паттăрланнă, шĕшлĕ, лаххан çÿллĕш ÿсмен — халех урлă пăхатăн?.. Кам ячĕ сана унта?
— Хам кайрăм.
— У-у, пархатарсăр! М-мĕн, мĕн хуртлашса çÿремеллеччĕ, мĕн çÿремеллеччĕ çĕр варринче?
— Аппа тупăнни çинчен каласа патăм, çав кăна.
Ильясăн чăнласах усал шухăшĕ пулман. Аппăшне пит юратать вăл. Тупăннăшăн хĕпĕртесе, ырă хыпара Элентей тетĕшĕсене те пĕлтересшĕн пулнă-мĕн. Лешсем Селиме ăçта иккенне ыйтса пĕлнĕ, Ку хăй ăсне çитернĕ пек каласа панă. Килĕрте халь кам пур тесен те тÿррипе каласа панă, Шерккей çăпата хуçма явса хунă мăшăр кантрана, пăтаран вĕçертсе, тăватă хут хутлатрĕ, кĕçĕн ачине хăй патне чĕнсе илчĕ. Ильяс хăраса та пулин ашшĕ патне пĕрре чĕннипех пырса тăчĕ.
— Акă сана!.. Акă сана!.. ÿлĕмрен ăслăрах пул!.. — çине-çине çаптарса илчĕ ашшĕ çурăмĕнчен. Пĕчĕк Ильяс, шăлне хыттăн çыртса, авăна-авăна кĕчĕ пулин те, сасăпа кăшкăрса ямарĕ, куççульне те кăтартмарĕ. Çавă вара ашшĕне тата ытларах çиллентерсе ячĕ. Вăл пĕтĕм вăйĕпе ĕхлетсе çапрĕ. Ача тинех кăшкăрса ячĕ, йĕрессе çаплах йĕмерĕ.
— Э-э, çапла кирлĕ-ха сана… ÿлĕмрен ăслăрах пул! Аслăрах пул!..
Ашшĕ тата та çаптарнă пулĕччĕ, анчах çав вăхăтра тĕпелтен амăшĕн вăйсăр сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Ашшĕ.. ашшĕ…
Ашшĕ аллинчи кантрине пăхкаларĕ те, кăмăлсăрланса, ăна кутник сакки айне пăрахрĕ. Сайте патне пычĕ.
— Çын пул… тархасшăн… Пĕчĕккине те пулин… хĕрхен…
— Ăса кĕртрĕм кăшт кăна…
— Ах…— каллех йывăррăн сывласа ячĕ амăшĕ. Хăяккăн выртма ăна майлах тамарччĕ. Умĕнче тăракан Уттяпа Шерккей Сайтене месерле майлашăнса выртма пулăшрĕç.
— Ывăлăмсене… курас тетĕп…— аран илтĕнчĕ чирлĕ çын сасси… — Шерккей, эпĕ сан умăнта айăпсăр. Каçар мана… Сана… хĕрĕм каçармасть…
Ильяс амăш умне пырса тăчĕ. Унтан Тимрук пычĕ. Амăшĕ асаплăн куç уçрĕ, сарăхнă типшĕм алли шăнăрланса туртăнчĕ, кăштах çĕкленчĕ, Ильяса пуçĕнчен ачашларĕ:
— Ильяс, эс-и…
— Эпĕ, анне, эпĕ, — пĕтсе кайнă амăшне курсан, Ильясăн ик куçĕнчен куççуль сăрхăна пуçларĕ. Мăч-мăч-мăч хупкаласа илчĕ вăл куçне. Пырне темĕн чарăнса ларчĕ. Вăл йĕрсе ячĕ те амăш кăкăрĕ çине ÿпĕнчĕ.
Амăшĕ ăна халсăр аллипе пуçĕнчен ачашларĕ.
— Йывăр мана, ывăлăмсем… Ильяс, ан çиллен… Аçу-çке вăл санăн… вăл… хăй çавăн пек… çаврăнать…
Сайте пĕр хушă канса илчĕ, унтан татах пăшăлтатса калаçма тытăнчĕ. Асĕнчи сăмахĕсене калама ĕлкĕрес пек васкарĕ вăл, хыпăнчĕ, анчах хăшпĕр сăмахне уйăрса илме пулмарĕ. Тепĕр хут сывлăш çавăрсан çеç сасси уçăрах илтĕнекен пулчĕ:
— Тимрук, эсĕ те… тÿрĕ пулăр çĕр çинче… Хăвăршăн кăна ан шухăшлăр… тăванăрсем… çынсем… çынсем… итлĕр… — амăшĕ каллех чарăнчĕ, хăвăрт-хăвăрт сывла пуçларĕ.
Шерккей Сайтене çамкинчен тытса пăхрĕ. Çамки вут пек пĕçерет. Сывлама ирĕкрех пултăр тесе, вăл Сайтен кĕпи çухин каптăрмине вĕçертрĕ. Сайтене чăнласах йывăррине вăл тин ăнкарса илчĕ. Унччен вăл кăштах чирлĕ те иртсе кайĕ тесе шухăшланăччĕ. Шерккей кÿршĕри карчăксене чĕнтерме ячĕ.
Несихва килсе кĕчĕ.
— Упирен-и, Чаткасран-и лекĕр чĕнтермеллеччĕ, — ÿпкелешрĕ Несихва. Шерккей ăна-кăна асне те илмен иккен, аптраса ÿкнĕскер:
— Шерпикене чĕнтерес мар-и пĕрех хут, —тесе хучĕ. Кÿршĕ карчăкĕсем вăл килсен те вĕлерме кăна пултарать тесен, Шерккей ăна та чĕнме тумарĕ.
Каçкÿлĕм Сайте чĕлхи каллех вăхăтлăха уçăлчĕ. Вăл хăй умĕнче тăракан Несихвана палларĕ, аллине чăмăртам пек турĕ. Унтан:
— Килтĕн… килмесрен хăранăччĕ, — терĕ.
Несихва унăн ал тымарне тĕрĕслерĕ — сыпăк-сыпăкăн тапать. Карчăксем ун çамки çине йĕпетнĕ питшăлли хучĕç, вĕри çаплах иртмерĕ.
— Селимене… курас килет… — теме ĕлкĕрчĕ чирлĕ çын, урăх сăмахĕсем илтĕнмерĕç. «Сасси ăшне кайрĕ», — терĕç карчăксем. Сайте, аран сывласа, пĕр хускалмасăр выртать.
— Инкеçĕм, мĕн калăн эс? —шăппăн ыйтрĕ Несихва кÿршĕ карчăкĕнчен.
— Пĕлместĕп. Калама та хăратăп… — унтан тата шăпрах илтĕнчĕ карчăкăн сасси. — Хам аппа куç хупнине астăватăп, вăл та çакăн пек йывăр сывлатчĕ, çавăнтан кайран икĕ талăк пурăнчĕ те вилсе кайрĕ.
— Инке пирки мĕн калăн?
— Йăнăшатăп пуль-ха эпĕ, — терĕ карчăк. — Чăнласах йăнăшатăп пулсан, тем пекчĕ те… Кам пĕлет çав, тен, çапла выртса канĕ те чиперех сывалĕ. Ахаль… — пуçне сул-каларĕ вăл. Анчах ăшĕнче хăй каланă шухăша шансах пĕ-термерĕ.
Урăх пăшăлтатмарĕç.
Сĕтел çине çаплах пуçтарса пĕтермен. Çавра шурă çăкăр, каснă шăрттан, типнĕ капăртмасем, пÿремечĕсем — çаплипех. Вараланнă урайне те шăлса кайман, çуртра урай шăлакан та çук тейĕн. Пÿртре, халăх пайтах пулсан та, кичем, салху, шăплăх пусать. Тĕттĕм пулсан, лампа çутса ячĕç. Карчăксем килĕсене саланчĕç. Пĕр Несихвапа Уття та тата килтисем тăрса юлчĕç.
Ире хирĕç Сайте вилсе кайрĕ. Мĕнле лăпкăн пурăнчĕ— çавăн пекех лăпкăн вилчĕ вăл. Несихва сасăпа йĕрсе ячĕ.
Ăна илтсе, кăтăш пулнă Шерккей вăранчĕ. Вăл арăмĕ патне пычĕ, сивĕне пуçланă çамкине чуптуса илчĕ, юлташĕн питне аллисемпе çупăрларĕ, куççульне кăтартмасăр йынăшса ячĕ.
— Пурăннă чух хĕрхенме пĕлмерĕн те халь йĕме хăтланасшăн? —терĕ ăна Несихва кăкăртан тухакан сасăпа, — Халĕ, кирек мĕн чухлĕ йĕрсен те, унăн куçне уçаймăн. Пурăннă чух хĕрхенмеллеччĕ, — пăта çапса кĕртнĕ пек татăклăн илтĕнчĕç Несихва сăмахĕсем. Унтан хăй тĕллĕн калаçнă пек: —Мĕнле чипер те сăпай çынччĕ, — тесе куçне шăлчĕ.
Ире хирĕç кăна çывăрса кайнă ачасем, амăшĕ вилнине пĕлсен, кăшкăрса макăрса ячĕç, ĕнтĕ вĕсем те хăйсем тăлăха юлнине ăнланса илчĕç. Вĕсен çывăх амăшĕ, чун пек çывăх тăван амăшĕ текех çук. Ăна тĕтĕмсĕр яла кайса чикеççĕ те, вара вăл унтан нихăçан та таврăнаймасть…
Хĕрарăмсем Сайтене çурĕç, çĕнĕ тумтир тăхăнтартрĕç. Шерккей ирпе ирех масар çине кайса шăтăк чавтарчĕ.
Çурхи хĕвел çĕр питне лăпкăн ăшăтать. Пÿрт-çурт çинчен тумла юхать, улăмран çакăнса сарăхнă пăр татăкĕсем татăлса ÿкеççĕ те шавлăн тĕпренсе ванаççĕ.
Шерккей картишне тухса шăппăн çуна кÿлчĕ, хапхине уçрĕ, каллех пÿрте кĕрсе çынсене тĕккелерĕ:
— Аяккинерех, аяккинерех тăрăр, ан кансĕрлĕр мана, — терĕ вăл никам çине пăхмасăр. Унтан Сайтене вырттарнă тупăка çавăрса тытса картишне илсе тухрĕ, çуни çине вырттарчĕ, вилле катанпир карса витрĕ. Çакна пула ним калама, нимĕн тума аптранă çынсем алчăранă куçăн тĕлĕнсе пăхса тăчĕç.
— Кĕрĕр пÿрте, пÿрте кĕрĕр тенĕ сире! Туй мар кунта пăхса тăма. Е килĕрсене, килĕрсене кайăр. Несихва, сана та чĕнес çук. Атьсене те илсе каймастăп. Пĕччен, хам пĕччен пытарса килетĕп.
Çуни çине хăпарса ларчĕ Шерккей. Кăмăлĕ уçăлнă пекрех те курăнчĕ унăн. Лашине чăпăрккапа хăмсарчĕ те урамалла тухса тăвалла уттарчĕ, ял масарĕ патнелле пăрăнса хăпарчĕ.
ХХIII. Тавăру Черечĕ
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Ут-пÿ суранне сиплеме пулать, юрату хăварнă сурана часах сиплейместĕн çав.
Селиме çухалнине Тухтар пĕтĕм чĕрипе туйса илчĕ. Тен, ĕмĕрлĕхех пуль. Пуçа чул çине çапса çурсан та, нимĕн тăваймăн. Селимене сыхлайманшăн хăйĕн те айăпĕ пур пуль, ялтан тухса каймалла марччĕ Тухтарăн. Анчах ĕçлеме каяс пирки Селимепе хăйпе калаçса татăлнăччĕ-çке… Тен, килне таврăнсан, урама иртерех тухнă пулсан та, ăна курма ĕлкĕрнĕ пулĕччĕ, вăйĕ çитнĕ таран çăлма тăрăшса пăхнă пулĕччĕ. Çын çинче çын пек курăнас тесе, вăл акă çуртне ăшăтрĕ, çăвăнса тасалчĕ, тумланчĕ, вăхăт пайтах ирттерчĕ çав… Çук ĕнтĕ… Апла та, капла та… Нямаçсем çавăн пек шухăшласа хунă пулсан, урăхла пулаяс та çук, вĕсенче вăй, чеелĕх, хирĕç тăрса пăх-ха вĕсене? «Йытăсем! Йытăсем!.. Çыннăн чунне пĕлмеççĕ… »
Тухтар, ларнă çĕртен сиксе тăрса, канăçсăр уткаласа çÿрерĕ.
Çапла миçе кун ирттерчĕ ĕнтĕ вăл? Çывăрас ыйхи те çук, çиесси те килмест, ăшĕ унăн пĕр чарăнмасăр вăркать, таçта шалта, чĕре патĕнче, ĕмĕр сÿне пĕлми вут хыпса илнĕ тейĕн. Каллех вăл тĕнчере пĕччен, иртнĕ çулсенчи пекех, пĕр-пĕччен… Тухтар каллех çынпа калаçми пулчĕ. Ялта вăл урама тухса çÿрени курăнмасть. Малтанласа çеç-ха, Селиме пирки мĕн те пулин пĕлеймĕп-ши, ăна курайăп-ши тесе, Кантюксен умĕпе ирткелесе çÿрерĕ, хăй çурчĕ умĕнчен пăхкаларĕ, майне çитернĕ таран тарçисенчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Пĕррехинче ăна Селиме килте çук пулмалла, таçта илсе кайман-ши тесе те каларĕç, унтан вара вăл кайри пÿртре пурăнать, ăна тултан питĕрсе илнĕ терĕç. Селиме унта-кунта тухса çÿренине вĕсем курман иккен. Картишĕнче асăрхасанах, вĕсем Тухтара мĕнле те пулин хыпар тума пулчĕç. Тухтар кĕтрĕ-кĕтрĕ, хыпар-хăнар пулмарĕ.
Каччă халь каçсерен пĕртен-пĕр Элентей патĕнче пулкалать, унпа калаçса хыпнă ăшне пусарать, Элентее вăл Селиме амăшĕн сăмахĕсене кала-кала кăтартрĕ, Шерпике юмăç кĕркунне Селимесем патĕнче мĕн хăтланнине те асăнчĕ. Тухатласса та Шерпике хăех муталаннă имĕш, çав ĕçре ăна Кантюксем хăйсемех пулăшнă пулас терĕ. Сыпăк-сыпăкăн, çыхăнусăр каларĕ Тухтар. Элентей çынна çур сăмахран ăнланать. Хăш чух каламан сăмахсен шухăшне те вăл хăй тĕллĕн пит тĕрĕс тĕшмĕртет. Хальхинче Элентее урăххи шухăшлаттарать: Шерккей — унăн тетĕшĕ, хăн шухăшĕпе çеç пурăнаканскер, шăллĕ сăмахне — Селиме пирки каланине, хăлха урлă çеç ирттернĕ иккен, виçĕ пус кĕмĕле те хуман. Тетĕшĕ унччен тахçан малтан урăхла ĕмĕт тыт-нă-мĕн, хĕрĕн таса тивлечĕпе хăйĕн хуçалăхне вăл уралантарма хĕрĕннĕ — пÿрт лартать, укçа çавăрать… Çак непсĕсĕр ĕмĕт Элентейĕн пуçне ниепле те шăнăçмасть. Çын вăл— ан тив, хĕр пулсан та — чунсăр япала мар-çке, выльăх та мар, укçа вырăнне тыткалама çук ăна. Тăван ачан пурăнас кунĕпе юл курни хăвна ху улталанинчен те хăрушă ĕç, ка-çăхми çылăх вăл. Тетĕшĕ çавна ăнланмасть иккен…
Каçхи çул — кăкăр çинчи чул, теççĕ. Сăмах урлă тухас-тăвас пулсан, Элентей хăй те хăй мар — чăтса тăраймасть, курасси-мĕнĕ, е Кантюк çуртне вут тĕртсе ярĕ, е пĕр-пĕр айăпсăр çыннах алă хурса тем кăтартĕ. Уссине[iii] тăкăн, инкекне пуçтарса пĕтереймĕн, Элентей Кантюк патне çĕр хÿттипе мар, кăнтăр çутипе кайса килме шут тытрĕ.
Анчах тепĕр кун Элентей патĕнче çын хыççăн çын пулчĕ, катари тăванĕсем каç выртмаллипех килсеччĕç, Элентей вĕсемпе самай вăхăт ирттерчĕ. Теплерен вăл çав кунхине, унта-кунта тухкаласа çÿресе, урине йĕпетрĕ, ăнсăртран шăнса пăсăлчĕ. Чир-чĕрне ăна унччен малтан та чăтса курман мар-ха, пурпĕрех темĕн пулас çук тесе, вăл хăй йывăрланнине ура çинче çÿресех ирттересшĕнччĕ. Çапла, виç-тăватă кун хушши тертленнĕ хыççăн, самайланас вырăнне тата ытларах аптрарĕ те урăх чăтаймарĕ — выртрĕ. Несихва, унăн мăшăрĕ, ăна вĕретнĕ сĕт ĕçтерчĕ, хĕрлĕхен чейĕ вĕретсе пачĕ —сиплĕ пулаймарĕ пулмалла: Элентей тип ÿслĕкпе аптрарĕ, кăкăр хĕсет тесе ÿпкелешрĕ, каярахпа хайхискер каçсерен вĕриленсе аташма та тытăнчĕ; Селиме çинчен тем калаçса выртрĕ. Тухтăрăн тахçан каланă сăмахĕсене асне илнĕ пек пулчĕ. Çавăн пек ик-виçĕ кун выртса ирттернĕ хыççăн хăйне çапах та кăшт самайланнă пек туя пуçларĕ, вырăнĕнчен тăркаласа çÿрерĕ, пĕр ирхине вара, апат анмалла пултăр-ха тесе, картишне тухрĕ. Несихва ăна çăмарта тума пăрахнă ватă чăхă тытса пачĕ, пусма каларĕ, арăмĕ пÿрте кĕрсе кайрĕ.
Çав вăхăтра (темĕн кирлĕ пулнă тата? ) Шерпике юмăç Элентейсем патне пĕр кĕтмен çĕртен пычĕ кĕчĕ. Кил хуçи картишĕнче çÿренине курсан, Шерпике каялла-каялла чакрĕ. Тухтар мĕн-мĕн каланине асне илнĕ Элентей юмăçăн çулне пÿлчĕ хучĕ. Унтан, питне-куçне ытла та кăмăллатса, çепĕç сасăпа çапла май хисеплĕн хапăллама тытăнчĕ.
— И-и, мăнаккаçăм, хĕрлĕ пĕсехе! Телей валеçсе çÿреме тухнă-няк? Е хам чирлени çинчен хыпар çитерчĕç пуль? Сиплесшĕн марччĕ-и? Мĕн çутăлнăранпа кушакăмăр питнекуçне çăвать, мĕнле ятлă хăна килес пур-ши тесе, пурăнас чăхха пусасшăнччĕ-ха. Хам та эс килсе кĕрессе тунсăхласа çитрĕм, тупата. Кĕтни харама каймарĕ. Савăнтартăн! Шăпах какай тĕлне килсе кĕтĕн. Хăна тăвас пуль?
Юмăç, ăна-кăна ăнкараймасăр, ни малалла иртеймест, ни каялла чакаймасть. Элентей аллисене енчен енне сарса ун патнерех çывхарчĕ.
— Юмăçласшăнччĕ-и? — ыйтрĕ вăл, пĕрре ăна, тепре картишне пăхкаласа. Хăрах аллинче унăн çĕçĕ, тепринче— пусма хатĕрлесе тытнă чăххи. Темĕн курса тăрасси пулĕ тесе, Элентей çĕççине картиш варринелле ывăтса ячĕ, чăххине сылтăм аллипе меллесе кăна илчĕ. Тытăнчĕ хайхискер Шерпикене çаптарма.
— Урăх ан тухатла!.. Урăх ан юмăçла!.. Ку сана Селимешĕн!.. Ку—Тухтаршăн!.. Акă, хамран та тÿпи тухтăр!..
Шерпике çари çухăрса ячĕ, чăхха мар, хăйне пусма хатĕрленнĕ тейĕн. Элентей çапмассерен тем-тем такмаклать, çав хушăра хăй каçса кайса кулать. Мĕскĕн, чăххăн тĕкĕ кăна унта-кунта вĕçет, кăшкăрайми те пулчĕ. Шерпике хăйĕн хуралса пĕтнĕ аллипе пит-куçне хупăрлать, тутăрĕпе хÿтĕленме пăхать — нимĕн те пулăшмасть, ăçтан çара, çавăнтан çатлаттарать Элентей.
Пÿртрен Несихва сиксе тухрĕ. Упăшки çапла хăтланнине курсан, вăл пĕр тапхăр тĕлĕнсе тăчĕ. Унтан пусма тăрăх васкаса анчĕ те;
— Ан, Элентей, ĕретлĕ пул-ха! Мĕн кăшкăртан çав мĕскĕне? —тесе ячĕ. — Ай-юй, епле сăрласа пĕтернĕ ăна…
— Тем мар! Ыратмасть унăн. Юмăç вăл.. Ан мантăр тетĕп. Ăса кĕртен… Ак сана тепре!..
Чăххин икĕ ури те татăлса тухрĕ. Элентей юмăçа юнланнă тукмаксемпе чыша пуçларĕ, арăмĕ çитсе тăрсан тин пăртак лăпланчĕ. Шерпике те кăшкăрми пулчĕ.
— Ну, çакна манмăн-и? Е ÿлĕм тепре асăнтармалла пулать-и?
Шерпике вĕри мунчаран çапăнса тухнă чухнехи пек хăшăлтатать, мăкăртатать.
— И-и, аслă Пихампарăм… Сан ятăпа йăлăнатăп…
Темĕн йăлăнасшăнччĕ Шерпике, Элентей ăна пÿлчĕ;
— Ха! Пихампара чăрмантарма-и?.. Эппин тепре кăтартам-ха сана Пихампар… Тухса чуп хăвăртрах! Шăршу ан юлтăр санăн ман таса çуртăмра! Ну?! Юх-ха-ха-ха!..
Шерпике малтан мĕнле пырса кĕне, çавăн пекех тухса кайма та васкарĕ. Хапха юпине пырса çапăнчĕ вăл, алăка çапăнчĕ, унтан каялла çаврăнса пăхмасăр урам тăрăх вĕçтерĕ пачĕ.
— Кирлĕ марччĕ ăна ун пекех, — кăмăлĕ юлнăн каласа хучĕ Несихва.
— Ăна-и? Тепре çаклантăр-ха. Вĕсене тавăру пуçланчĕ. Ял кулли тумасăр чĕрем канăçмасть. Пурне те черет çитет!
Элентей картиш варрине пăрахнă çĕççине пырса илчĕ.
— Кунпа мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? —ыйтрĕ Несихва, Элентей пăрахнă вилĕ чăхха кăтартса.
— Кăларса пăрах çырмана. Юхса кайтăр. Ватăччĕ вăл. Тепĕрне тытса пар. Çемçереххи пултăр.
Аслăк айĕнче каллех чăхсем шуйханнă сасă илтĕнчĕ. Çав кун каçхине Элентей вĕрĕлчĕ пулмалла, татах вырăнпа выртма тытăнчĕ. Юмăç тавраш чĕнтермерĕ вăл, Тухтара, Чаткаса кайса, Сантăр Палюкне тупса килме хушрĕ.
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Элентей Урнашкана асăнтармаллипех асăнтарнă иккен. Шерккей патĕнче пулнăран вара вăл тăна та кĕреймен. Кантюксем ăна текех лавкка хураллама шанми пулнă. Урнашка çавна, ахăртнех, хăй ăнкарайман пулас, хăнăхнă май, кунĕ-кунĕпе Нямаç лавкки тавра çаврăнкаласа çÿренĕ. Çÿрессе вара —ĕлĕкхи пек тăп-тăп пусса мар, темле аяккинелле сулăнкаласа, урисене лăнккă-ланккă ярса çÿренĕ, пуçне, мăйĕ тытса тăрайман пек, е малалла ÿпĕнтернĕ, е аяккинелле сулăнтарнă, е каялла чикелентернĕ. Калаçас сăмахĕсенче те йĕрки çухалнă, ытлаван сăма. хланă çĕртех таçталла аташса кайнă.
Нямаç çавăншăн Элентее пит çилленнĕ иккен. Çилленесси вăл çилĕпе-ха, анчах тавăрасси—тепĕр сăмах. Элентейпе çулăхсан, хăйне мĕн пуласса лайăх чухлать вăл. Çавăнпа Нямаç халех Элентейпе çулăхма шутламарĕ. Ашшĕ те ăна халех чĕрре кĕмешкĕн канаш памарĕ. Çийĕнчен тата Урнашкана ял çынннсем те кăмăлласах каймастчĕç. Урнашкан малашнехи шăпи çинчен Нямаç хăйĕн ашшĕпе калаçнă, вара çуркунне çитеспе Урнашка Утламăшра текех курăнми пулчĕ. Ял çыннисем ун пирки çапла сăмахларĕç: Урнашкана Нямаçсем ăçтан ертсе килнĕ, çавăнта ăсатнă терĕç.
Çанталăк ачашламарĕ çынсене. Хĕл сивви мĕн çуркунне çитиччен тăчĕ. Ун вырăнне вара çурхи кунсем ытарма çук лайăх килчĕç. Çур шывĕпе тасалнă сар. хĕвел тĕпсĕр кăвак тÿперен ирхи куна каçчен савса çутатма тытăнчĕ. Урамсемпе варсем тăрăх шыв-шурсем шăнкăртатса юхрĕç, хурсем, хăйсен сарă чĕпписене ерте-ерте тухса, хаваслăн какала пуçларĕç, çурт умне илешнĕ шăнкăрчсем юрла-юрла савăшаççĕ, йывăç папкисем çулçă ячĕç, пĕтĕм çĕршыв ешерчĕ.
Çакăн пек вăхăтра, тĕнчере пурнăç чĕрĕлнĕ чух, савăнса кăна пурăнмалла та, ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмасть-çке пурнăçра. Йывăр килчĕ Шерккее.
Хуçалăхри пĕтĕм ĕçе туса пыма Шерккей ниçтан ĕлкĕреймест. Çыннăн ик алă кăна-çке, ĕçĕ вара пит нумай: çуртне пăхмалла, выльăхне тăрантар. малла, аки-сухине ирттермелле. Шерккей Кахăрлă хирĕнче, çуркунне акса хăварăп тесе, вунă ана çĕр илнĕччĕ, кăçал ăна та ĕçе кĕртет-ха; сухаласа акма унта мишерсене тытнăччĕ. Шерккей хăй енчĕкне час-часах уçкалама тем пек хĕрхенет, укçи çапах катăлнăçемĕн катăлса пырать. Пулас тырра ĕмĕтленни кăна ун чĕрине пусарать, тĕрĕс-тĕкел пуçтарса кĕртсен, кăçал унăн тырă лăнках пухăнмалла-ха.
Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хăй патĕнче ĕçлеме вăл пĕр-пĕр Тухтар пек тÿрĕ те ĕçчен çынна тупасшăнччĕ, — ун пекки тупăнмарĕ, юлхавраххисемпе хăй çыхланасшăн пулмарĕ. Тухтар халь, ав, Элентейпе пит килĕштерсе ĕçлет, теççĕ, малашне хăй çурчĕпе пурăнма ĕмĕтленет имĕш. Тухтар халь ун патне, темĕнпе илĕртсе чĕнсен те, килес çук ĕнтĕ…
Элентей те тетĕшĕнчен йăлт писрĕ, иртсе çÿренĕ чух çаврăнса пăхмасть. «Пăхман хĕвеле пăхтараймăн, — тесе шухăшлать Шерккей, — пурпĕрех пуçăма таяс çук, пыршу çÿхеле пуçласан, Тетÿ патне хăвах чупса пырăн-ха», — тет. Ун чухне хăйне шăллĕ çын умĕнче епле питрен çупса янине те асăнтарĕ. Çитĕ-ха ун пек вăхăт та…
Çуртри йывăр ĕç халь пĕтĕмпе Тимрук çине тиенет. Тимрука хурласа сăмах калаймăн: тахçан çывăрса канать вăл, тахçан апатланать, тахçан ĕçе тăрса каять. Кантюк хăтăшсенчен вăхăтлăха пĕр акапуç илнĕччĕ, çавăнпа Тимрук ялти хире хăех сухаласа пĕтерчĕ.
Сайте вăхăтсăр çĕре кĕрсе выртни Шерккей аллине пĕтĕмпе çыхăнтарчĕ. Халиччен Уття килсе ĕçлекелетчĕ те, Шерккей ăна та ĕнисене сума кана чĕнекен пулчĕ, яшка- çăкăр пĕçерме шансах пĕтереймерĕ. Шанасси вăл алли кукăрĕпе мар, урăх сăлтавпа пулса тухрĕ. Каçхине Уття Шерккее салма пĕçерсе пачĕ. Шерккей ирпе веле-селе кăна хыпкаларĕ те Кахăрлă хирне тухса кайрĕ. Кăнтăрла ниçта апат тĕлне пулаймарĕ, каç енне килне ытла выçăхса таврăнчĕ. Таврăнсанах Уттяна пăри салми пĕçерме хушрĕ. Çăнăхне кĕлетрен луттукпа шăлами тултарса кĕчĕ, чуста çăрнине те хăех пăхса тăчĕ, яшкине пĕр чаплашка сĕт яртарчĕ. Яшки вĕреме кĕричченех, час пиçет-и-ха, час пиçет-и тесе, темиçе хутчен ыйтрĕ. Тăвар каланине-каламанне хăех тутанса пăхрĕ. Салма вĕре пуçланă-пуçламан Шерккей тем сарлакăш елпешке тăм чашăк çĕклесе пычĕ.
— Çавăн чухлех çиесшĕн-çке? —кулкаларĕ Уття.
— Çитĕ-ши тетĕп-ха, — пĕр кулмасăр тавăрчĕ Шерккей, сĕлекине çăтса.
Яшка пиçсен, Уття ăна çав чашăкпа чăмпах тултарса пачĕ, хăй шыв ăсма тухса кайрĕ. Пăри салмине пайтахран вара çименнипе тунсăхласа, Шерккей сĕтел хушшине тулли кăмăлпа кĕрсе ларчĕ. Уття ытти чухне яшкана шывакрах пĕçерекенччĕ, хальхинче яшки пит техĕмлĕ пиçнĕ вара. Шерккее, пирвайхи кашăк сыпса пăхсанах, мăшăрĕ вилнĕренпе çавăн пек тутлă яшкана пĕрремĕш хут çинĕн туйăнчĕ. Вăл яланхи пекех кашăкне сĕтел çине хумасăр, шавлăн сыпма тытăнчĕ. Çиес килнине кăшт кăна пусарма ĕлкĕрнĕччĕ — шăл хушшинче темĕн нăтăрт турĕ. «Вĕлтĕрен туни пулмарĕ пуль-çке ку, ăна-кăна яманччĕ пулас», — терĕ Шерккей, чăмлакне кашăкĕ çине каялла кăларса. Тем киревсĕр япала курах кайрĕ вара хăй.
— Эсĕ, эсĕ мана мĕн пĕçерсе патăн? — ыйтрĕ вăл шăпах çав вăхăтра шыв ăсса кĕрекен Уттяран.
— Салма-çке. Ху каларăн та…
— Салмине салма пуль те, ак ку мĕскер санăн?
Шерккей кашăка çакланнă япалана тинкерсе пăхрĕ.
Уття васкаса пырса тăчĕ.
— Ара, сухан хуппи-çке ку! —тÿрре тухма пăхрĕ Уття.
Шерккей ăна шанмасăр каçăрăларах ларчĕ, çиме пуçланăранпа кашăкне пĕрремĕш хут сĕтел çине хучĕ. Уття çивĕч куçлă, вăл яшкана мĕн кайнине çийĕнчех сиссе илчĕ, вара, кил хуçине кÿрентерес мар тесе, часрах çав япалана çăварне хыпрĕ те чăмлам пек турĕ.
— Каларăм-çке, сухан хуппи тесе? Тата мĕн пулма пултарать?
Шерккей, кашăкне тытса, каллех çиме пикенчĕ. Уття килне васкаса тухса кайрĕ.
Шерккей, улт-çичĕ кашăк хыпсан, паçăрхи пек хăмăр япалана тепĕр хут тытрĕ: сухан хуппи мар, çăмарталлă таракан, йĕрĕнекен Шерккейĕн кăмăлĕ пăтранма тытăнчĕ. Вăл ларнă çĕртен тăчĕ, аллинчи кашăкне сĕтел çине çĕклесе çапрĕ. «Эх, çак Сайте çукки!.. »—пĕрремĕш хут чунтан тарăхрĕ вăл. «Урăхран Уттяна яшка пĕçерттерместĕп, ÿлĕм хам пĕçерĕп», — терĕ Шерккей.
Хĕвел каç еннелле сулăнсан, пĕри пырса кантăкран шаккарĕ. Кăмăлсăр Шерккей кантăк патне çаврăнса та пăхасшăн марччĕ—шаккани тепĕр хут илтĕнчĕ. «Тăнăçсăрсем! »— мăкăртатрĕ Шерккей; унтан тапăлтатса картишнелле тухрĕ. Кĕмĕлпи иккен, Шерккее хăйсем патне пыма чĕнет, ашшĕсем каларĕç тет. Шерккей пÿртне кĕрсе тăмарĕ, чĕннĕ çĕре тÿрех тухса утрĕ.
Кантюксем патĕнче пулса курманни уйăх та ытлаччĕ пуль. Малтан, иртерех тесе, Кантюк хăйсем патне пыма канаш памарĕ, унтан ака-суха пуçланса кайрĕ. Шерккей çак иртнĕ эрнере кăна, çĕр илес тесе, ăçта-ăçта çитсе курмире пуль.., Халь Кантюк патне кайса Килмеллех ĕнтĕ; Селимене курмалла — мĕнлерех-ши вăл, çĕнĕ çын пулнă май…
Çавă çуртах. Палланă крыльца. йĕс тыткăчăллă алăк. Шашулкки шалтлатса уçăлать. Шерккей малта, ун хыççăн Кĕмĕлпи утать.
Хуçисем сÿрĕк кăмăлпа ларатчĕç,
— Килни юрĕ-ха вăл, — ытлах хапăл тумасăр каласа хучĕ Кантюк, хăтăшĕ пÿрте кĕрсен. Аллине хăй канăçсăр чăмăртакаларĕ. Карчăкĕ те çакăнтах, хĕрлĕ саппун аркине хăрах енчен çĕкленĕ те темĕне пула хăпаланнă тутине шăлкалать. Шерккей кил хуçисем мĕн те пулин каласса кĕтсе тăнă лек, куçне чарса, çамкине картлантарса пăхать. Алиме, шапăлти пулсан та, хальхинче пĕр сăмах та чĕнмест. Кантюк хăй сăмахне малалла калать:
— Хăвах калаçса пăхаймăн-и, тетĕп-çке кинне. Ара… — унтан тата шăппăнрах илтĕнет сасси; —Эс, хăта, унăн ашшĕ. Хивререх ÿкĕтлесе пăх-ха. Мĕн хирĕçсе тăрасси пур, хулăмне татман-и? Çавăн пирки те асăнтарса кала.
— Тавçăраймарăм-ха, хăта, тем пирки, тем пирки калатăн эс, — Шерккей алăк патĕнчен иртмесĕр, урине сиктеркелесе тăрать, хĕсĕк куçне мăч-мăч хупкаласа уçать.
— Хирĕçет тетĕп-çке, ывăлăма йăлт çырта-çырта пĕтернĕ. Çавăн пек юрать-и пирĕн çынпа.
— Э-э…
— Нямаç паян Пăвана тухса кайрĕ-ха, чĕрмелесе кăвакартнă питпе ял çинче курăнма намăс тет.
— Э-э…
— Çапла пулмасăр! Пирĕн çынпа ун пек юрать-и?
— Ап-пла иккен, апла тетĕр… — Шерккей йăлтах аптраса ÿкрĕ. — Юрĕ, юрĕ, калаçăп-ха унпа, ÿкĕтлесе те пăхăп. Эп мĕн тесе, мĕн тесе, пурăнаççĕ тесе.
— Мĕн пурăнни унта, йытăпа кушак пек… Кĕмĕлпи, пыр-ха, кайса чĕн кине, кунта килтĕр. Ашшĕ кнлнĕ тесен, кунтах кнлме кăмăлламĕ-и?
Кĕмĕлпи пÿртрен тухса кайрĕ.
— Вăл çапла ĕнтĕ, — терĕ Алиме, сăмах хушмасăр чăтайманскер. — Эпĕ хам та çав майлах качча тухнă та, ун чух хнрĕçес-тăвас йĕркем пулман. Хам çĕрме пуян хĕрĕ пулнă, иттуш та…
— Санпа, мĕн калаçма санпа! — аллине сулса пÿлчĕ ăна Кантюк. — Эсе ун чух çирĕм улттă урлă каçнă, мăйракаллă çын вăрласан та, хĕпĕртенĕ пулăттăн.
Кĕмĕлпи часах таврăнчĕ.
— Пымастăп тет, патша чĕнсен те пымастăп тет.
— Сан каламаллаччĕ, ашшĕ килнĕ темеллеччĕ.
— Пурпĕрех пырса кĕместĕп тет. Атте килнех пулсан,, ман пата хăй килтĕр тет.
— Ав, пыр та калаç ĕнтĕ унпа. Ара.
— Эппин, эппин хама ертсе кайăр-ха çавăнта, калаçса пăхам, ашшĕне итлеме кирлĕччĕ-ха вăл, итлеме кирлĕччĕ, — терĕ Шерккей. — Хĕрĕм пултăклă çынччĕ-ха, хамăр каланă сăмахран нихçан тухакан марччĕ…
Ĕнтĕ вăй хăй ăсĕпе чăнласах та Селимене ÿкĕте кĕртĕп тесе шутларĕ. Мĕн тесен те, Селимен халь амăшĕ çук: ашшĕне те итлемесен, кам сăмахне итлемелле тата? Çавăн пирки калаçу хускатсан, Кантюк, темĕн асне илем пек пулса, шĕвĕр пÿрнине çĕклерĕ.
— Итле, хăта, — терĕ вăл. —Эпĕр ăна тăхлачă çĕре кĕни çинчен пĕлтермерĕмĕр, хуйхăртас мар терĕмĕр. Ара. Çавна асăнта тытмалла пулать пуль.
— Апла авантарахчĕ-ши вара, авантарахчĕ-ши?.. Çапах та калаçса пăхар-ха, калаçса пăхар.
Хуçа Шерккее кайри пÿрте ертсе кайрĕ. Пÿрт алăкĕ патне иртес пулсан, виçĕ картлашкаллă пусмапа анмалла, Кантюк хăтăшне маларах ирттерчĕ.
— Эс ху кăна анса шаккаса пăх-ха, — сĕнчĕ вăл.
Пÿртсен хушши тĕттĕм, тăвăр, темле арăш-пирĕш япала нумай, Шерккей лутра пусмапа пит сыхланса анчĕ, пĕчĕк пÿртĕн алăкĕ умне çитсе чарăнса тăчĕ, унтан тăкăр- тăкăр шаккарĕ.
— Уç-ха, уç-ха, Селиме. Эс кунта-и? Эпĕ ку…
— Атте! — кăшкăрса ячĕ Селиме.
Шерккей, хĕрĕн сассине илтсе, ĕххĕм-ĕххĕм ÿсĕркелесе, алăка тĕртрĕ, алăк кăштах тайăлчĕ.
— Атте, эсĕ-çке! — татах илтĕнчĕ Селиме сасси.
— Эпĕ, хĕрĕм, эпĕ, — алăкне туртрĕ Шерккей. Алăк çаплах уçăлмарĕ.
— Çавăн пек питĕрĕнсе ларать çав. Ара.
— Атте, сана кăна кĕртетĕп, — каллех илтĕнчĕ Селиме сасси. Ахăртнех, вăл Кантюк калаçнине уйăрчĕ пулмалла.
— Ав, пыр та чĕлхе туп ĕнтĕ унпа. Çаплах хăй пек юрлать, хăçанччен тет-ши… Эппин ху кăна юлса калаç- ха… — Кантюк пăрăнчĕ.
Алăк ытларах тайăлчĕ, Шерккей хĕсĕне-хĕсĕне пĕчĕк пÿртелле кĕрсе кайрĕ. Çурма çутăра ăна пĕр мĕлке курăнчĕ: Селиме! Лутра маччаллă пÿрт. Сĕтел çинче пĕчĕк чĕпкуç çунать. Селиме çийĕнчех алăка питĕрсе илчĕ, ашшĕ патнелле çывхарчĕ. Унтан пит-куçне икĕ аллипе хупăрласа тытрĕ те чарăна пĕлми йĕме тытăнчĕ. Сасăсăр, пĕр сăмах кăлармасăр, ăшне кантарас пек, йĕчĕ вăл. Ашшĕ ăна лăплантарасшăн пулчĕ,
— Чим-ха, хĕрĕм, чарăн йĕме, чарăн йĕме, — хăй те хурланса макăрасран чунне аран хытарчĕ, Селимене хулпуççинчен тытса хăй патнерех туртрĕ.
— Майĕпен калаç, — куççуль витĕр пăшăлтатрĕ Селиме. — Кунта çав ăншăртсем кашни кĕтесрен итлесе çÿреççĕ. Вĕсем эп йĕнине илтесшĕн, — терĕ вăл чĕререн тухакан сасăпа. — Илттерместĕп, илттерместĕп!.. Тупата, тăван килĕмрен уйрăлнăранпа çĕрĕн-кунĕн, çĕрĕн-кунĕн йĕтĕм те хам йĕнине вĕсене пурпĕрех кăтартмарăм. Хаваслантарма- рăм вĕсене!.. — куç тулли куççуль витĕр ашшĕне пăхса илчĕ Селиме.
Ашшĕнчен вăл хăйĕн хутне кĕрессе, хĕрхенессе кĕтрĕ. Ашшĕ нимĕн те каламарĕ. Хĕрĕ вара çинçелнĕ аллисемпе ашшĕ хулпуççинчен уртăнчĕ.
— Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, епле чăтрĕç-ши сирĕн чунăрсем?.. Хальччен те эп ăçтине шыраса тупаймарăр-им, е вĕсем мана тĕнчерен пытарасшăн пулчĕç-и?.. Мĕншĕн мана хальччен те килсе çăлмарăр?.. — Селиме каллех татăлса йĕме тытăнчĕ,
— Селиме, хĕрĕм…
— Эпĕ кунта куççуль тăкнă чухлĕ, — пÿлчĕ ăна хĕрĕ, — çурхи çумăр та кăçал ял хирне ун чухлĕ тăкăнаймарĕ пуль, куçăм тинĕсрен хăратăп, хам йăлтах типрĕм. Ак, кур мана!
Селиме пуçĕнчи кĕрен пурçăн явлăкне сÿсе хыврĕ. Ашшĕ халиччен хăй хĕрне курман пек ăна пăхрĕ те шартах сикрĕ:
— Селиме, — мăкăртатрĕ вăл аран илтĕнмелле, сăмахĕсем сыпăкăн-сыпăкăн тухрĕç. — Çÿçне… мĕн, çÿçне… шуратрăна? Шуратрăнам çÿçне?.. — хăй куçне хăй шанмасăр, хĕрĕн çÿçне пÿрнисемпе сăтăрса пăхрĕ ашшĕ. — Шуралсах кайнă-çке, чăна-ах, юр пек… Мĕнле эс, мĕнле эс?.. — Ашшĕ кутăн-кутăн чакса, кĕтесри мăшăр йывăç сак çине халсăррăн кайса тĕренчĕ.
— Мĕн тăвас ĕнтĕ, атте. Хам айăплă-им?
— Епле пĕтсе кайнă та… Куçĕ кăна тăрса юлнă-çке? Мĕншĕн хăвна ху тарăхтаратăн, хĕрĕм?
— Хама хам мар, атте, вĕсем мана тарăхтараççĕ, — явлăкне çыхса, пуçне алăк еннелле сулчĕ Селиме. — Пĕркун алăк питĕркĕчне çĕмĕрсе кĕчĕç Урнашкипе иккĕшĕ, Нямаçĕ… вилес пек çапăçрăм. Аллăма пиçиххипе туртса çыхрĕç… — Селиме, çаннисене тавăрса, ал тунинчи юнлă суранне кăтартрĕ. — Суранăмсене пĕтĕмпе шутласа та тухаймастăп. Вĕлерес пек хĕнерĕç, ăнран яриччен. Мĕншĕн хĕнемелле мана? Мĕнпе айăпа кĕтĕм вĕсен умĕнче? Мăшăрĕ пулма килĕштересшĕн. Виç çĕр минне анса каям та, ун мăшăрĕ пулам мар. Ун мăшăрĕ пуличчен, вилĕ йытта çĕклесе çÿрем. Атте, эп çак юн та куççуль тăкнă çуртра урăх юлмастăп, пĕрле каятпăр… Анне мĕнле çÿрет? —куççульне тинех явлăк вĕçĕпе шăлса илчĕ Селиме. — Тĕлĕкре мана ялан хăй патне чĕнет пек, темле пĕчĕкленнĕ пек хăй, чирлемен-и вăл?.. Шăллăмсем мĕнле тата?.. — Селиме, сасартăк пурин çинчен те пĕлес пек, çине-çине ыйтать,
Шерккей нимĕн калама аптраса тăчĕ. Куçĕ тĕксĕммĕн карăннă. Сурчăкне хăвăрт-хăвăрт çăтрĕ, çапах та пырĕ тĕпĕнче темĕн, анаймасăр, капланнăçемĕн капланчĕ, хăй вăл кутăн çаврăнса ларчĕ.
— Атте, эс… йĕретне? —ун патне пырса тăчĕ хĕрĕ. — Ах, аттеçĕм, эс килсе кĕтĕн те, чĕрем çинчен чул шуса аннă пекех пулчĕ… Халь эп хĕпĕртенипе кана куççуль тăкрăм, савăннипе кăна, атте, эс ай йĕр, ан йĕр… Асапăмсем тинех иртрĕç ĕнтĕ, — тарăн сывласа илчĕ Селиме. — Халех пĕрле тухса каятпăр, Илтетне? Тухса каятпăр. Ĕмĕрне те манас çук çакăнта курса-чăтса ирттернĕ тискер тамăка…
— Селиме, — терĕ Шерккей, типĕ куçне шăлса. — Инкек пулса тухрĕ иккен капла… Эс итле, эс итле, вĕсем пирĕн пата, саншăн тесе, хайхи хура лашине илсе пычĕç, астăватна? Акатуйĕнче чупаканне. Çуни-мĕнĕпе кÿлсе пычĕç çав, саншăн тесе, ĕнине çавăтса пычĕç. Ĕни пит аван—витре парать! Тата укçан çĕр тенкĕ пачĕç… Укçине питех тăккаламарăм-ха, усса пытăр терĕм… Сирĕншĕн-çке!..
— Атте, кала-ха, тархасшăн, Тухтар мĕнле пурăнать?
Шерккей сасартăк каçăрăлса тăчĕ, куçне мăч-мăч хупса илчĕ. Унтан, пăртак шухăшласа тăнă хыççăн:
— Тухтар-и, — терĕ, — Тухтар вăл иртнĕ тунтикун Упи пасарĕнче пулнă та унтан таврăннă чух Куршанкă кĕперĕнчен лавĕ-мĕнĕпе çырмана персе аннă… Тепĕр кун пытарчĕç, вилчĕ çав, — терĕ Шерккей, хăй сăмахĕнчен хăй хăраса.
— Ах, атте, мĕн калаçан! —шартах сикрĕ Селиме.
— Аçăна ĕненмесен, сана кам тÿррипе калама пултарĕ… Селиме, чунăм, чĕререн калатăп, килĕш, килĕш пĕрех хут Нямаçпа пĕрле пурăнма… Çынии çынах-ха вăл, Илтетне?
Селиме ашшĕне тĕлĕнсе пăхрĕ: ашшĕ ăна лаша пирки тем каларĕ, лайăх ĕне илсе пынă терĕ… Çуна… Халь çуна кирлĕ мар-çке?.. Апла вĕсем çавсене тахçанах, хĕллех илсе пынă пуль? Хулăм-и? Ун ашшĕ-амăшĕ хĕллех пĕлнĕ пуль
Селиме кунта иккенне? Килĕшнĕ-и?.. Тухтар пирки мĕн каларĕ тата?.. — Селиме ăнтан каясса çитрĕ.
— Атте, эс… мĕн… мĕн терĕн! —кăшкăрса ячĕ вăл.
— Нямаçпа пĕрле пурăнма килĕш пĕрех хут тетĕп-çке…
Селиме шăлне шатăртаттарса çыртрĕ.
— Эс… чăнласах çапла каларăн-и? Е… м-мăшкăлласа-и? —куççулĕ шăпăртатса анчĕ Селимен. — Сан килмелле марччĕ эппин, анне килтĕр, кала аннене!..
Шерккей пуçне пĕр еннелле пăрса тăрать, хĕрне куçран пăхма та вăтанать. Сывлăшне хашлатса çавăрать те, хăй тĕллĕн калаçнă пек, сăмахсене васкамасăр суйлать:
— Аннÿ пулсанччĕ çав та… Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ, пÿлĕх ирĕкĕ… Иртнĕ эрнекун уйăх таврăнчĕ-и-ха пирĕн?.. Хĕрĕх кунне ирттертĕмĕр çав…
— Атте! —сехре хăпартмалла кăшкăрса ячĕ Селиме. — Мĕн аташатăн эс?
— Вилчĕ çав, хĕрĕм, вилчĕ… Аслаçупа юнашарах чикрĕмĕр.
Ашшĕ хăй сăмахне каласа пĕтерме кăна ĕлкĕрчĕ, хĕрĕ шап-шурă шурса кайрĕ, унтан, пукан çине ларасшăн пулнă пек, мелсĕр тайăлчĕ, Вăл ура пуснă тĕлте урай йăтăнса ана пуçларĕ. «Мĕн ку? »—тесе шухăшне илме кăна тытăннăччĕ, ашшĕ патнерех ярса пусасшăн аллине те тăснăччĕ— месерле явăнса та ÿкрĕ. Çийĕнчех чупса пынă ашшĕ ăна тытаймарĕ, Шерккей ун пек-кун пеккине халиччен курманскер, нимĕн тума аптрарĕ, унта пырса çапăнчĕ — хултăрчă пур, çип хутăрĕсем çакăнса тăраççĕ, тепĕр çĕре пырса çапăнчĕ— çип арламалли урапа, ăна вăл турахупĕ-мĕиĕпех тÿнтерсе ячĕ. Селиме урайĕнче выртать, пуçĕ сĕтел мĕлкипе тĕттĕмленнĕ, сăнĕ-пичĕ курăнмасть. Ашшĕ ун патне пычĕ.
— Селиме!.. Хĕрĕм!..
Селиме тăмасть. Шерккее сивĕ тар тапса тухрĕ. Вăл чĕркуçленнĕ çĕртен çĕкленчĕ те алăк патнелле пычĕ, хă- лăпрак туртса пăхрĕ, алăк кăшт кăна уçăлчĕ. Питĕрнĕ-им? Питĕркĕчĕ вырăнне çип хутăрĕ явса çыхнă иккен, Шерккей ăна салтаймасăр чылайччен хăшкăлчĕ, алчăраса кайса, пĕрре урайĕнче выртакан хĕрĕ çине, тепре сĕтел çинчи сÿнес пек пĕчĕк курăнакан чĕпкуç çутине пăхкаларĕ. Унтан алăка яри уçрĕ те тулалла пуçне кăларса:
— Хăта!.. Хăта!.. Тăхлачă!.. — тесе кăшкăрчĕ.
Малти пÿртрен Кантюк тухрĕ, ун хыççăн карчăкĕ те йăраланса пыни курăнчĕ.
— Э-э, килĕшрĕ-им хайхискер?.. Ара!
— Ан та кала, ан та кала, хăта…
— Тата мĕн? Мĕн çитмест ăна?..
— Урайне тăсăлса ÿкрĕ те, вилсех каймарĕ-ши тетĕп…
— Хă, вилет сана! Кăштах çаптарса илмеллеччĕ ăна, иртсе те каятчĕ…
— Ах, тупата! Ах, тупата!.. — хывăннă пек васкаса, пусма тăрăх анчĕ Алиме. — Çынни вилсех каймарĕ-ши тет, эс пур — хăвăннипех.
Кантюкпа Алиме пÿрте васкаса кĕчĕç. Карчăк, кĕнĕ шеппех, Селиме патне пĕшкĕнчĕ, ăна выртса итлесе пăхрĕ, ал тымарне тĕрĕслерĕ.
— Сывлать, — терĕ вара, лăпланнă пек пулса.
— Ара. Калатăп-çке-ха.
— Калаçса тăриччен сак çине çĕклесе хурасчĕ! Тăратăр тăм писменсем пек. Тытăр-ха иксĕр, — терĕ карчăк.
Шерккейпе Кантюк Селимене çĕклесе сак çине вырттарчĕç.
Алиме çавăнтах Селиме кĕпин çухине каптăрминчен вĕçертрĕ.
— Ку мĕн, юнпа варланса пĕтнĕ-и? — ыйтрĕ вăл, Селимен шурăхнă пичĕ юнланнине курсан,
— Сăмсинчен кайнă, — терĕ Кантюк, — вăл темĕн мар-ха.
Алиме Селимен пурçăн явлăкне салтрĕ те çавăнтах каялла чакса:
— Курăр-ха, чăнах, çÿçĕ епле шурнă!.. Хăçан вăл, ĕлĕкех-и, ĕлĕкех çаплаччĕ-и?
Ăна никам та тавăрса калакан пулмарĕ.
— Ну, мĕн пăхса тăратăр тата? —терĕ Алиме. — Пĕрпĕр япала та пулин йĕпетсе парăр, çамки çине хурăпăр.
Шерккей сĕтел çинчи куркана тытрĕ — курки пушă, алăк патĕнчи витрене пырса пăхрĕ — вăл та пушă. Витрепе юнашар пĕчĕк тăм кăкшăм пур. Кантюк ăна Алимене тыттарчĕ.
— Мĕн анăраса тăратăр тата, парăр пĕр-пĕр çĕтĕк татăк! — хушрĕ Алиме ăста лекĕр пек.
Тĕттĕме пула, çĕтĕк тавраш пÿртре тупаймарĕç. Вара карчăк, ăна-кăна кĕтсе тăмасăр, алăри кăкшăмне Селиме çамки çинелле ÿпĕнтерчĕ. Кăкшăмра ик-виçĕ кашăк чухлĕ турăх пулнă иккен. Алиме мăртăхса илчĕ.
— Шывпа йĕпетмеллеччĕ тенĕ сире. Турăха çакăнта тăккалама… Тепĕр тесен, турăх сиплĕрех те пулма кирлĕ-ха вăл, — терĕ те Селиме çамкине сăтăркалама тытăнчĕ.
Пăртак вăхăт иртсен, Селиме хăвăрт-хăвăрт сывлăш çавăрчĕ, унтан тикĕсрех сывла пуçларĕ. Куçне васкамасăр уçрĕ, хăй ăçта иккенне пĕлесшĕн пулса, мачча çинелле хускалмасăр пăхрĕ. Алиме, саппун вĕçĕпе Селиме çамки çинчи турăха шăлса илчĕ.
— Канса вырт-ха, кинĕм, çакăнта, — терĕ вăл ачашланă пек сасăпа.
Селиме сурса ыратакан чавси вĕççĕн йынăшса тĕренчĕ, тăрса ларчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ.
— Çывăрнă-и эпĕ?.. Мĕн пулчĕ кунта?
Çак вăхăтра вăл хăй умĕнче Кантюкпа арăмĕ тăнине асăрхарĕ, унтан ашшĕ пур иккенне те курчĕ.
— Мĕн пуçтарăннă кунта эсĕр?.. Тухăр халех!.. Атте, эс те кунта килтĕне?
Çав вăхăтра ăна ашшĕ халь кăна хăйне мĕн калани асне килчĕ.
— Ах, усалсем! —тарăхса кăшкăрса ячĕ вăл. — Пурсăр та чуниллисем эсĕр!.. Атте те чунилли! Тухса кайăр кунтан пурсăр та!..
— Чим-ха, чим, кин, йĕркеллĕ пул-ха, тархасшăн… Кăвакарчăна пăхнă пек пăхатăп та хăвна, çапла калаçатăп…
Селиме сак çинчен сиксе анчĕ, ура çине тăчĕ, хулпуççийĕ урлă уртнă пурçăн явлăкĕ хăрах вĕçĕпе кăкăрĕ умне, тепĕр вĕçĕ çурăмĕ çине ÿкрĕ. Вăл алăк патнелле тăлт-талт пусса пычĕ те:
— Чимĕр-ха, эпĕ халех кĕретĕп! — тесе васкавлăн тухса кайрĕ.
Пÿртрисем, пĕр-пĕрин çине тинкерсе, тăн-тăн пăхкаласа юлчĕç. Вăхăт кăштах иртсен, картишĕнче йытă вĕрсе ячĕ, ĕне сăвакан хĕрарăмсен хыттăн калаçнă сассисем илтĕнчĕç. Вĕсенчен пĕри Алимене чĕне пуçларĕ, Алиме пÿртрен тухрĕ.
— Тата мĕн пулчĕ унта? Мĕн ытла шапăлтататăр?
— Кинĕр хапхаран таçта вирхĕнсе тухса кайрĕ. Тем пулнă пуль ăна…
Пĕчĕк пÿртрисем картишне пуçтарăнчĕç, уçă хапхаран урамалла тухрĕç.
— Акă сана!
— Серпи инке шыв ăсса хапхаран кĕретчĕ, ун витринчен çапăнса, шывне тăктарсах тухса кайрĕ, ăнран каннă тейĕр, чăнах.
Серпие чĕнтерчĕç. Кин ăçта кайрĕ тесен:
— Кам пĕлтĕр ăна, акă мана йĕп-йĕпе туса хăварчĕ, — тесе çеç тавăрчĕ Серпи текенни.
— Пĕтрĕмĕр пуç!.. Тармарĕ-ши вăл?.. Капла пире пĕтĕмпех ял çинче намăса хăварать-çке?.. — мăйăлтатрĕ Алиме.
— Ара!
Пĕр Шерккей кăна, çара пуçне çĕрелле чиксе, сăмах чĕнмесĕр тăрать. Каçхи сулхăн çил унăн тăраткаланнă çÿçне канăçсăр турать, пĕрчĕн-пĕрчĕн лăскаса кăларас пек вирелле варкăштарать. Шерккей нимĕн тавçăраймасăр енчен енне пăхать, тарланă çамкине васкамасăр шăлать.
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Палюк Хусанта тухтăра вĕреннĕ. Вĕренессе вăл, хăйне кура, ăста вĕреннĕ, анчах вĕренсе пĕтереймен, ăна саккуна хирĕç тăракансемпе явăçнă тесе, шкултан кăларса янă. Çавăн хыççăн Палюка тĕрмесенче хупа-хупа усранă. Халь вăл Чаткасра, тăван ялĕнче, пур-ши, çук-ши — чирлĕ Элентей çавна тĕрĕссипе пĕлмест, çапах та вăл Тухтара: «Чаткаса кайса Палюка чĕн-ха, килсе кайтăр ман пата», — тесе хушса хучĕ.
Тухтар Чаткасра Палюка кураймарĕ, вăл унăн аппăшĕпе кăна калаçрĕ. Палюк аппăшĕ, çăкăр-тăвар лартса, Тухтара хăна турĕ, кам иккенне, ăçтан килнине, Элентей мĕнпе чирлине ыйта-ыйта пĕлчĕ. Тухтар Палюк çуккипе, хăй килни пушăлла пулчĕ тесе, куçкĕретĕнех ÿпкелешме тытăнчĕ. Палюк аппăшĕ ăна йăпатма пăхрĕ: шăллăм çак кунсенчех таврăнмалла, килсенех калăп терĕ.
Тухтар таврăннă çĕре каç пулчĕ. Палюк килĕнче çук тесе, вăл Элентее калама çеç ĕлкĕрнĕччĕ — çав вăхăтра шăпах пÿрт алăкĕ уçăлчĕ, Палюк хăй пырса кĕчĕ: çÿхе кăвак пиншакпа, выртма карттуспа, шăлавар пĕççисене пушмакĕ çийĕн кăларса янă, аллинче пĕчĕк хăмăр чăматан. Тухтар тĕлĕнсе пăхрĕ ăна: «Епле капла? Килте çук терĕç те… Акă-çке вăл? »
— Мĕн куçна чартăн? Астуса илейместĕн-им? —кăмăллăп янăрарĕ Палюкăн уçă сасси. Тухтара çийĕнчех палларĕ вăл, пÿртри çынсене тахçан курнă пек сывлăх сунчĕ, тĕт- тĕмленнине пула çутă çуттарчĕ, питех сăмахласа тăмасăр, тĕпел кукăрĕнче выртакан Элентей патне иртрĕ.
Элентей те ăна палларĕ, вăйсăррăн йăл кулчĕ те выртнă çĕртен тăрасшăн хускалчĕ. Палюк ăна «мăштах выртма» хушрĕ. Хăçантанпа чирлине ыйтса пĕлсен, хăйне çак куна çитиччен те чĕнтерменшĕн Элентее çăмăллăн хăтăрса илчĕ, чăматанне уçса, лекĕр ĕçне тытăнчĕ. Элентейĕн кăкăрне вăл тĕрлĕ енчен итлесе тухрĕ, пÿрнипе шакка-шакка пăхрĕ, унтан, тăрăшса шыранă япалана тупнă пек, çапла каласа хучĕ:
— Акă. Ÿпке шыççи. Кунпа шÿтлеме юрамасть, тăванăм. Хам килсе ĕлкĕрни пит аван пулчĕ.
Палюк чирлĕ çынна темле шурă имçам сĕнчĕ. Элентей, тутине майсăр чалăштаркаласа, çав имçама ĕçсе ячĕ.
— Эс ăна туй черкки терĕн пуль? Йÿçĕ япала! Ну, капла аван та. Паттăрсем чир-чĕре мар, патшана та çĕнтерĕç, — терĕ Палюк. Вара вăл Элентейĕн кăкăрĕ тавра темле сарă хутсем çыпăçтарса тухрĕ, мĕн ирчченех хускалмасăр выртма, тарласа пăшăхма каларĕ, хăех Элентей çине темиçе витĕнкĕç купаларĕ, чи çиелтен чаппанпа витрĕ, унтан каç выртма тнмĕрçесем патне тухса кайрĕ. Тухтар ăна Капкай патне çитиччен ăсатса ячĕ.
Палюк кун сиктермесĕр тенĕ пек Элентей патне кĕре-кĕре тухать. Пĕррехинче хăех, Упири пульницана кайса, палланă юлташĕнчен хаклă йышши имçамсем илсе килчĕ. Чирлĕ çын хăвăрт сывалнине кура, вăл ача пек хĕпĕртерĕ.
Палюк хăйне тыткаланинче куçа питех курăнса кайман тĕрĕс-мерĕслĕх пур. Пĕр-пĕр япалана алла илсен, — кирек те пушă курка кăна пултăр, —вăл, ăна ÿкересрен сыхланă пек, хытă чăмăртаса тытать, унччен шанчăклă хунă япаланах тепĕр çĕре куçарать, унта ăна тата шанчăклăрах пек туйăнать. Сарлака шăмăллă саркăмрах алли шăнăрланса тăрать. Çÿçĕ тăнлавĕ тĕлĕнче юри кăтралатса янă пек явăнать, хулăн ÿтлĕ хăлхисем, пуçĕ çумне çыпăçарах мар, чиксе янă майлăрах курăнаççĕ. Пичĕ-куçĕ тăрăхларах, ытла тулли мар, вăхăтран вăхăта кулкалакан хăмăр куçĕ те, пĕр-пĕринпе пĕрлешме çывхарнă куç харши те, хĕпĕртенĕ чух çÿлти тути аялти тутине йăлтах витсе Хунăн курăнни те Палюкăн ăшă кăмăлĕ пысăк иккенне яр-уççăн палăртать. Анчах хăш чухне вăл тутине хĕссе тытать, сăмахĕсене, пĕрин çине тепĕрне тире-тире шăрçаланă пек, çине- çине каласа, хăватлă шухăшĕпе çыхăнтарать, куçĕ канăçсăр йăлкăша-йăлкăша илет, çавăн пек чух вара Палюк такама нихçан каçарми çилленнĕ пек туйăнса каять.
Пĕрер эрнерен Элентей сывала та пуçларĕ: хăех тăрса ларакан пулчĕ, пÿртре кăна мар, картишне те тухкаласа çÿреме тытăнчĕ. Чирлĕ чух ăна апат витместчĕ, халĕ ик-виç çыншăн та çиет. Вăл хăвăрт сывалса пынăшăн килтисем калама çук хĕпĕртерĕç. Несихва çав майпа пăру пустарчĕ, хуплу пĕçерчĕ, сăра турĕ. Çаксене Палюка хăна тăвас тĕлĕшпе тенине Палюк хăй илтсен, вăл кăмăлне йывăра илчĕ: тухтăрăн ĕçĕ çавă, вăл халăх хутне кĕрекен çын, эпĕ ырă кăмăлпа тав тунăшăн та савăнатăп терĕ.
Тепĕр тесен, Элентей патне халĕ Палюк пĕр-пĕччен кăна çÿремест, унпа пĕрле çывăх юлташĕсем те килкелесе каяççĕ. Шăрттан Имечĕ, сăмахран, ялти çын пулсан та, Элентей патне ĕлĕкрех кĕрсе те курман, халĕ Палюка пула, каçсерен килет, автан авăта пуçличченех юлташĕсемпе калаçса ларать. Тимĕрçĕ Мишша та, Капкай хăй те Элентей патне хутран-ситрен килкелесе каяççĕ. Пурте пĕр вăхăтра пуçтарăнма сăмах пĕтернĕ тейĕн: каçкÿлĕм пыраççĕ те алăк патĕнчи кĕтеслĕ саксем çине ларса тухаççĕ. Имет юратсах каймасть сак çине ларма, вăл, çурăмĕпе стенаран тĕренсе, урайне кукленсе ларать, сасси хулăн та уçă, вăл мĕн те пулин каланă чух хушăран хулпуççине сиктеркелет, аллине çĕклете-çĕклете илет, куçне, хăраххине, хĕс- келет, сăмахĕсене çапла май çирĕплетнĕ пек тăвать. Тухтар та Элентей патне пымасăр юлмасть, вăл вара ыттисем калаçнине мăштах итлесе ларать, хăй сăмах хушсах каймасть, Çак иртнĕ кунсенче Мишша ăна тимĕрçĕ ĕçне вĕрентме тытăнчĕ. Тăрăшакан Тухтар ăна-кăна час тĕшмĕртет, ватă тимĕрçĕ пыман чух халь вĕсем иккĕшĕ ĕçлеççĕ.
Элентей пĕр Палюка кăна мар, хăй патне пыракансене пурне те: «Мана сыватакан тухтăрсем», — тет. Сыватасси, паллах ĕнтĕ, Палюкăн чун патĕнчи ĕçĕ-ха, анчах Элентей сывлăхĕ пирки ыттисем те шухăшламасăр тăман, пĕрле пăшăрханнă вĕсем, ыйта-ыйта пĕлнĕ, телей суннă. Çапла пулмасть-и вара хăш чухне? Вăхăтра ырă сунса каланă сăмах та чуна ăшăтать, çыннăн кăмăлне йăпатать, пурăнас хăвата хĕтĕртет—çавă та сиплĕх кĕртнĕн туйăнать.
Элентей ирĕн-каçăн тухса çÿреме тытăнсан, юлташĕсем час-часах тимĕрçĕ лаççи патĕнче пуçтарăна пуçларĕç. Каçкÿлĕм унта пымасан, вĕсене темĕн çитмен пек, темĕн сиктерсе хăварнă пек. Калаçасси вара тĕрлĕрен пулать: ял хыпарĕсем-и унта, кулленхи ĕç-хĕл-и; пĕрин ани акăнмасăр юлнă, теприн аксан та, халь те шăтман, вăл çанталăк уяра каясран шикленсе ÿпкелешет; ваттисем те кăçал кунсем шăрăх килет тесе хăратаççĕ. Паллах, ваттисем пĕлмесĕр каламаççĕ. Вĕсен чĕлхинче йывăр самана та, çитмен пурнăç та асăнмасăр юлмасть. Палюк тĕнче курнă çын. Ун сăмахĕсем чĕре патне пыраççĕ. Калаçасса та вăл хăйне итлекенсене шухăшлаттарса калаçать. Мишша та куркаласа çÿренĕ. Паян вăл хăй Улатăра кайса килни çинчен каласа кăтартрĕ. Пасарта тырă хакĕ хăпарсах пырать иккен. Халь пĕр пăт çăнăх илес укçапа иртнĕ уйăхра икĕ пăт туянма пулатчĕ. Çавăн пек хулара. Мĕн хула çинчен калама, таврари пасарсенче те тырă та, выльăх та хаклăланнă, укçа йÿнелсех пырать — самана йывăрланасса вăл.
— Эпĕр кунта куçса киличчен ик-виçĕ çул малтан ĕçлеме тытăнчĕ Улатăрти чугун çул. Ун чухне унта пысăккисем кăна ĕçлетчĕç. Халь пăхрăм та вуник-вунвиç çулхи ачасем ĕçленине курах кайрăм, — терĕ Мишша, — тумтир вырăнне çĕтĕк-çурăк кăна çаккаласа янă, хăйсем пурте шăнса ентĕркенĕ, типшĕм те хыткан, вăхăтсăрах ватăлнă çын сăнарлăн курăнаççĕ. Хĕрхенекенсем те çук-шим вара çак мĕскĕнсене тесе хурланса иртрĕм.
— Ун пеккисем хулара кăна мар, ялта та çителĕклĕ. Ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле кăвак çутăпа хире тухса каяççĕ те каçхине килсе кĕреççĕ, — хулпуççине сиктеркелесе сăмах хушрĕ Имет.
— Уçă сывлăшра пырать вăл, савăтсенче тимĕр тусанĕ çăтса пăчăхни мар, — хутшăнчĕ ватă тимĕрçĕ.
— Ха! Уçă сывлăш сана! Выçă хырăма! Ме, тултар. Пыршăна кумтариччен сывла çав уçă сывлăшпа.
— Эс калатăн та, Элентей, ялта çапах çерçи вилмест…
— Выçă хырăм никама та канăç памасть е, вуникĕ тар сăрхăнтарса, вăхăтсăр асат хуçтаратăн, е вăрра каймалла.
— Вăрра каймалла мар. Паян вăрра вĕреннĕскер, ыран çын вĕлерме пултарать, пĕлетне çавна?
— Тата мĕн тумалла вĕсен?
— Вĕсен мĕн тумалли пирки калаçăпăр. Кам айăплă тетĕр вара çавăн пек пулса тăнăшăн? —ыйтрĕ Палюк.
Кам? Мĕншĕн? Кам айăплă?
Пуçтарăннă çынсем пĕр-пĕрин çине пăхкалаççĕ. Пĕрисем лаçă умĕнчи пĕрене çине ларса тухнă, теприсем вĕсене хирĕç кукленсе ларнă. Каçкÿлĕм çанталăк шăп, таçта аякра пир çапнă сасă илтĕнчĕ те, вăл та чарăнчĕ.
— Халăх выçлăхĕшĕн çутçанталăк та, çыннисем хăйсем те айăплă мар, пурнăçăмăр айăплă, самана. Акă сире каласа парам, — тытăннăччĕ çеç Палюк, çав вăхăтра тимĕрçĕ лаççи çумĕпе Тимрук пыни курăнчĕ. Аллинчи çинçе хуллине вăл чăвăшлаттарса сулкалать. Кунта шапăлтатса калаçнине илтрĕ те, енчен енне пăхкаласа, васкамасăр утма тытăнчĕ. Палюк, вăл пынине асăрхасан, пуçланă сăмахне вăхăтсăр татрĕ. Тимрук лаç еннелле пăрăнчĕ.
— Кам пулчĕ ку? —шăппăн ыйтрĕ Палюк хăйпе юнашар ларакан Элентейрен.
— Селиме шăллĕ. Астăватна? Виçĕмкун каласа патăм. Тетен вăталăхĕ.
— Э-э.
Тимрук çарран. Çÿçне шакла кастарнă. Сăнĕ-пичĕ пăшăхса тарланăн курăнать.
— Кам унта сирĕн… çĕр варринче шыва кĕрет? —терĕ вăл, çитсе чарăнсан.
— Ăçта? —тĕлĕнерех ыйтрĕç унран.
— Карас куллинче, ара.
— Халь шыв ăшăннă. Кĕме юрать, — чăрмантарса çÿренĕшĕн кăмăлсăрланнă пек каласа. хучĕ Элентей.
— Çĕр варринче шыва кĕрет-çке?
— Пулин. Сиплĕ мар-им?
— Сипĕ-мĕнĕ… уншăн ыйтмастăп та-ха эпĕ, — терĕ Тимрук, тÿрре тухас пек.
Пĕрин хыççăн тепри ларнă çĕртен çĕкленчĕç. Йĕмĕсене тусанран тасаткаларĕç. Тухтарăн йытти, кунта хуçипе пĕрле килнĕскер, Капкай йыттисемпе выляса тăранчĕ курăнать, каллех хуçи патне пычĕ, ачашланам пек турĕ, вăрăм хÿрине пăлтăртаттарчĕ, вăхăт-вăхăт темĕнле çуйхавлăн йынăшкаласа илчĕ.
Ял çамрăкĕсем паçăрах вăййа тухнă, вĕсем сăвă калани таçта çити илтĕнет. Çĕнĕ Ыр лапĕнчи сухаламасăр хăварнă çеремре паçăр кăна-ха выртма тухнă ачасен кăвайчĕ йăлкăшатчĕ, айлăмра халĕ тĕтре туртăннă та, вут çути курăнмасть. Çурла уйăх, хĕвеланăçнелле васкамасăр шăвакан- скер, каçхи тĕнчене тÿлеккĕн çутатать. Тÿпере çăлтăрсем мăчлатса пăхаççĕ. Лаçă умĕнчи шăпланнă çынсене ыйхăран вăратнă пек. Мишша сасси илтĕнчĕ.
— Атьăр çавăнта канса килер. Шыва та кĕрсе тухăпăр.
Çынсем ушкăнĕпех сăрталла хăпарчĕç. Курăк сывлăмпа йĕпеннĕ те, тĕллĕн-паллăн кĕмĕл шывĕпе çăвăннăн курăнать, Ял хĕрринчен вĕçсе килекен ÿхĕ тимĕрçĕ лаççи патнелле иртрĕ, Тухтарăн йытти таçтан пĕр каюрана хăратса кăларчĕ. Каюра, алчăранăн сиккелесе, куçран çухалчĕ, шăтăкне кĕрсе кайрĕ пулмалла. Ушкăн çынсем кÿлĕ хĕрринелле васкамасăр анчĕç. Пулă шăрши пек вĕтĕ-вĕтĕ хум шыв çийĕн тикĕс чÿхенет те хăй тĕллĕн чĕтренет: темле асамлă алă кĕмĕл хумсем суйлать тейĕн. Тăрăхларах çавра кÿлĕ хĕрринче пĕр чун та курăнмасть. Хăмăш силленмест.
— Мĕн эс, — Тимрук еннелле пуçне пăрчĕ Шăрттан Имечĕ, — шыва кĕреççĕ, шыва кĕреççĕ тетĕн ху, никам та çук-çке?
— Пурччĕ, Имет тете, хам куçпа хам куртăм, — пуçне сулкаларĕ Тнмрук.
— Мĕн туса çÿреттĕн вара кунта эс? Çĕр варринче шыва кĕресшĕнччĕ-и?
— Ĕне таврăнмарĕ пирĕн, леш, Кантюк папайсем парса яни… пĕр-пĕр çĕрте путса ларман-и тесе, шырама тухрăм та кÿлĕ хĕррипе иртсе пыраттăм. Курах кайрăм, ав, леш енче пĕр тĕм хуралать-çке, çавăн тĕлĕнче пĕри сăртран чупса анчĕ те тÿрех шыва шампăртаттарса кĕрсе кайрĕ…
— Халь ăçта вара вăл?
— Пĕлместĕп. Килне кайма ĕлкĕреймен пуль-ха терĕм те… — айăпа кĕрсе, тÿрре тухма пăхнă пек каласа хучĕ Тимрук.
Вăл каласа кăтартни кулăшла пек пулса тухрĕ: куртăм тет, шыва кĕрсе кайрĕ тет, килне кайман пуль-ха тет, анчах шыва кĕрекенни çук-çке?.. Çапах никам та кулмарĕ. Кулассинчен ытла кунта темле тĕлĕнмеллерех те пулса тăчĕ: чупса анчĕ те тÿрех шыва кĕме тытăнчĕ тет.
— Мĕнлерех çынччĕ хăй? Çÿллĕ-и?… Ăçтарах хывăнчĕ?
— Асăрхаймарăм çав, — терĕ Тимрук, пĕрре Имет енне, тепре Палюк енне пăхкаласа. Палюка палламасть вăл. Тимрук сăмахне малалла тăсрĕ. — Уйăх çутатнăранччĕ-ши, хăй мана шап-шурă курăнчĕ.
— Курнам пек кăна пулчĕ пуль сан куçна, — терĕ Мишша, çăмăллăн кулкаласа.
— Шăмпăртатнине те пит лайăх илтрĕм, хăйне те куртăм, —терĕ Тимрук, ĕнентересшĕн тăрăшса. —Арçури пулмарĕ-ши тетĕп-çке?
— Каларăн! Хăравçăн хăрах куçĕ те çиччĕ курать!
— Арçури кунта пулмасть вăл, — терĕ Имет, — кунта, мĕн те пулин пулсан та, шыври çеç пулма пултарать.
— Шанмастăп арçурие те, шыврине те, — каласа хучĕ Элентей. — Тимрукăн каçхи куçне çавăн пек курăннă.
Халиччен пĕр сăмах хушман Тухтар аллисене енчен енне саркаларĕ. Вăл ырă та, хаяр та чĕнмест. Йытти унăн тепĕр хут йынăшса ячĕ, канăçа пĕлмесĕр ура хушшинче явăнса çÿрерĕ, вăл йăлăхтарсах çитернĕрен Тухтар ăна тапса та илесшĕнччĕ — хĕрхенчĕ, йытти, ăна ăнланнă пек пулса, кÿлĕ хĕрринчи хайхи хура курăнакан тĕм патне кайрĕ те темле пĕр япала сĕтĕрсе килчĕ.
Элентей çав япалана йытă çăварĕнчен туртса илчĕ.
— Мĕн ку?
— Мĕн ку?..
Çынсем пурте çав япалана пăхкалама тытăнчĕç.
— Явлăк[iv]! Тупата, явлăк! Епле чаплăскер…
Йытă каллех канăçсăр йынăшса илчĕ.
— Ăçтан сĕтĕрсе килчĕ вăл?
— Атьăр çавăнталла! —хăрах аллине çĕклесе чĕнчĕ Палюк.
Çынсем темшĕн пĕр-пĕрин çумне хĕсĕнерех утрĕç. Хăмăш хĕррипе иртсе, лачакаллă пĕчĕк канав урлă сиксе каçрĕç, хайхи тĕм патне çитрĕç, пăхкаларĕç—кунта нимĕн те çук.
— Ÿкерсе хăварман çакна, — терĕ Элентей, явлăка саркаласа, ун аллинчи япалана Тухтар та пырса пăхрĕ,
— Элентей хăта! —терĕ вăл кăшкăрнă сасăпа; халиччен сăмах чĕнменскерĕн сасси те шартах сиктерчĕ. Çынсем çÿçенсе илчĕç. — Пурçăн явлăк-çке сан аллăнта, кĕрен мар-и?
— Мĕн курмалли пур? Явлăк явлăках. Пурçăн явлăк.
— Ах, хăтаçăм!.. — Тухтар çавăнтах Элентей аллинчи явлăка туртса илче. Явлăкĕ аллинче йăпăртатать. Вăл, ăна ик аллипе чăмăртаса, тĕрлĕ май пăхкаларĕ. Куçĕ вут-хĕм сапнă пек çиçе пуçларĕ. — Эс пĕлетне ку явлăк камăн иккенне?..
— Пулма пултараймасть…
Тахăш вăхăтра салтăнма ĕлкĕрнĕ Мишша шыва чăмса кĕрсе те кайрĕ.
XXVI. Пÿкле Вилĕм
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Каç пулнă. Ял ачи-пăчи çаплах саланмасть. Урамра пĕр чарăнми шапăлтатаççĕ, çуйăхаççĕ, кăшкăрашаççĕ, пĕр-пĕринпе ут вĕттин чупса, Кантюк çурчĕ патĕнченех иртеççĕ. Акă Аттилля Йăкăначĕн çытма[v] йĕмлĕ ачисем, иккĕш те ярханах[vi], пĕр витре çĕкленĕ те урамра ăçта тислĕк купи пур, тислĕк нăрри шыраççĕ, тупсассăнах, шăтăка шыв ярса, нăррине кăлараççĕ, нăрри тухнă чух харăс-харăссăн кăшкăраççĕ. Авă, Пĕке Саввийĕн хăрах куçлă Ваçтикĕ — тепĕр куçне шур илнĕ — шăл йĕрсе тăрать. Кукăр ураллă Мăран Симукки те, янкăлт-янкăлт пускаласа, ачасем хыççăн чупам пек тăвать.
Кантюк урамри ачасем çинелле пăхать, вĕсем пирки пулас тарçăсем тесе шухăшлать. Çав ачасенчен çын пуличчен çурри ытла вилсе пĕтет, хăшпĕрисем вара пурăнкалам пек хăтланаççĕ. Мĕн тăвайĕç-ши вĕсем ÿлĕмрен? Çĕр çинче çитмест-ши-ха чăлах та суккăр?.. Хĕç пек ырхан вĕсем, аяк пĕрчийĕсем хушшипе витĕр çил вĕрет, черченкĕ шăммисем çурхах пек çÿхе те патрак, ÿт-тирĕ турткаланса пĕтнĕ, кирĕклĕ ÿчĕсене кĕсен çине кĕсен пирченĕ. «Нимĕн те çук хăвăрăн, ним масăр та çук, çапах та пурăнасшăн, — тесе шухăшлать Кантюк. — Кама кирлĕ эсир пурăнни? Кама?.. »
Шерккей çав вăхăтра ачасенчен: «Селиме чупса кайнине куракансем пулмарĕç-и? »—тесе ыйтрĕ. Ăçтан курччăр вĕсем? Пĕри: «Тăвалла кайрĕ», — тесе кăтартать, тепри аллипе анаталла тăсать. Вĕсенчен ыйтса пĕлес вĕçне юлсан…
Ĕнтĕ вăййа тухакан çамрăксем те сăвă каласа иртрĕç, — хĕреслĕ урамри çеремре яш-кĕрĕм сасси ян каять.
— Киле çитес, — йывăррăн каласа хучĕ Шерккей, — тен, килтех пуль-ха Селиме.
— Ара. Килнех кайрĕ пулмалла çав, — хыпăннă пек каласа хучĕ Кантюк. — Ахаль, ырă ятăмăра ял çинче хурлаттарас марччĕ, хăта. Эс — ашшĕ, санпа сăмах парса килĕшнĕ. Ара. Ÿкĕте кĕртсе, ăна ертсе килесчĕ. Кирлех пулсан, çаптарса та илме ан ман.
— Çапла шухăшлатăп-ха хам та, çапла шухăшлатăп, — килĕшрĕ Шерккей, анчах хĕрне ÿкĕте кĕртес шанчăка пĕтĕмпех хăй çине илеймерĕ, —Мĕн-и, халех киле пырайман пулсан та, пыратех-ха вăл, Элентей шăллăм патĕнче мар-ши тетĕп-ха ăна. Пăртак тăрсан, хăвăр та хамăр пата, хамăр пата пырса кайма вăхăт çитерейсенччĕ тетĕп-çке.
— Ăна эпĕ хам та çапла тăвасшăн-ха.
— Пырăпăр, ара, — терĕ карчăкĕ те, сăмах вăйне кĕрсе, — Ак апатланăпăр та пырăпăр.
— Ара. Çапла меллĕрех пулма кирлĕ çав.
Вĕсем сывпуллашмасăр уйрăлчĕç.
Шерккейĕн урине тăхлан шăратса янă тейĕн — ытла йывăрланнă, пĕринчен пĕрне аран ирттеркелесе пусать, пуçне чикнĕ, умĕнчи çулне пăхса пынă пек, васкамасăр утать. Кантюк лаççи патĕнче пĕр ĕне тăратчĕ. Шерккей çавна та асăрхамарĕ. Кантюкĕ хăн асăрхарĕ. Сăмах-юмах вакламасăр, вăл хапхине уçрĕ те Шерккее леçсе панă ĕнине каялла хăй патне кĕртсе ячĕ.
Акă Шерккей те хăйсем патне çитрĕ. Пÿртĕнче миçе шăрчăк-ши, пĕринчен пĕри ăмăртмалла татти-сыпписĕр чĕриклетеççĕ. Çил хапхи тайăлнă, Шерккей, ăна ытларах тайса, пÿртне кĕчĕ. Шăшисем тĕпĕртетсе те чĕриклетсе таçта тарса пытанчĕç. Урайĕнче йĕпе, мĕнле апла? Урине темле çемçескср çакланчĕ. Салма иккен, паçăр тăкса янăччĕ…
— Тимрук!.. Пур-и кунта кам та пулин? —хăранă пек ыйтрĕ Шерккей.
Вăл юриех Селиме ятне асăнмарĕ. Хăй çапах та шанмасăр кравать патне пырса пăхрĕ. Çук. Киле килмен иккен. Пÿртре, тен, никам та пулман пуль, урайне те шăлса кайман та… Ăçта пулма пултарать Селиме? Элентейсем патне кайнă пулсан?.. Мĕн тесен те, çавăнта пулмалла. Хĕрупраçупа, пĕр шухăшламан чух çапла терт тупăнать çав…
Кичем-çке пÿртре. Амăшĕ сывă чухне кăна туллиех çынччĕ, ытла ан шавлăр тесе чаратчĕ-ха Шерккей, халь пĕр сасă та илтĕнмест. Шăп. Кичем. Пушă—кунта çын пурăнмасть тейĕн. Ильяс та пулин çук, мăнаккăшсем патĕнче.
Выльăхсене хупайрĕ-ши Тимрук?..
Шерккей, кăптăр-каптăр пусса, картишнелле тухрĕ. Витере хура лаши, çÿренне урапа ÿречинчен кăкарнă, — чĕрĕ курăка иккĕшĕ те пикенсе çиеççĕ. Апла Тнмрук таврăннă иккен, вăййа кайрĕ пулинех. Сурăхĕсем пурте. Ĕни пĕри çук, таврăнмарĕ-шим-ха? Тимрук çавна шырама кайнă-и, тен…
Шерккейĕн тем пек шăллĕ патне каясси килмест — каймаллах. Селиме унта кăна пулма пултарать. Е тата Елисса патне кайнă пуль?..
Çамрăксем вăйăран таврăнаççĕ. Пайтах вăхăт иртрĕ пулмалла çав. Нÿрлĕ сывлăш кăкăра уçăлтарать. Шăллĕ патне кайса килме шут тытрĕ вăл. Хĕрĕ таçта инçете кайманнине тĕшмĕртет-ха Шерккей, ăçта кайтăр ялти çын? Кайсан кайнă ĕнтĕ вăл тетĕшĕ патне… Тухтар патне кайнă пулсан… Çак юлашки шухăш ăна калама çук хăратрĕ. Вал, çавна пулах, хĕрĕ çинчен пĕр самантлăха та шухăшласшăн пулмарĕ, анчах çапах та манаймасть, аса илес мар та шухăшлас мар тенĕ çĕртенех ун умне Селиме сăн-сăпачĕ тухса тăрать — кăвакарнă çÿçĕ те, путса кĕнĕ питçăмарти те, çинçелнĕ ал тунисем те… Çаплах пĕтсе кайма пултарнă- çке вăл…
Ĕнтĕ, тепĕр тесен, Селиме чир-чĕрпе те хĕнпе хавшанă çын мар-ха, çамрăклăхĕ хăйĕннех тăвĕ, чиперленĕ, ятлă- шывлă çуртра хăйне пÿрнĕ телейне те тупĕ, çавăн чухне, тен, ашшĕн чăн ĕмĕтне ăнланса тав та тăвĕ. Çавăн пек пуласса шанатчĕ-çке Шерккей. Е вăл шанни тÿрре тухаймасан? Е хĕрĕ Тухтар патнеллех туртăнчĕ пулсан? Ял мăшкăлĕ çитмĕ-и вара? Çапла чиперрĕн пăхса ÿстер те хĕруп- раçна, кайран çын çинче ырă ятна та ярăн, мĕн панине те каялла илсе кайĕç…
Кăмака айĕнче шăшисем тĕпĕртетсе çÿрени Шерккейĕн шухăшне татрĕ. Епле хăвăрт ĕрчет-ха çав мурĕ? Пÿртре кушак та кирлех çав. Лешех аванччĕ те, тепĕр чух тем асна килсе кĕрет. Ах, епле кичем… Хуçасăр, тăлăх çурт пек… Хăй пĕр кĕске вăхăта çеç тухсан та, пÿртре çав шăшисемпе тăраканран урăх пĕр чун юлмасть. Тимрук та пулин хальччен таарăнман-çке, яртлатса çÿрет ĕнтĕ таçта, касмак.
Шерккей урама тухрĕ, пахча еннелле пăрăнчĕ.
Акă унăн çĕнĕ пури.
Шерккее паян çĕнĕ пури те кăмăлне çырлахтармарĕ, çырлахтарассинчен ытла ĕмĕтне сĕврĕлтернĕ пек те туйăнчĕ: темле, пысăк тупăк пек, тăватă кĕтеслĕ, пахчаналла вăрăм тăсăлать, çине витмен… Çук, кун евĕр хăрушă шухăш ан хускалтăрах. Чим-ха, аки-сухи иртрĕ, çул хывăнать, çитес эрнере, ал çитерсе, вăрмана каймалла та мăк кăлармалла, унтан çĕнĕ пÿрт хăпартасси юлать. Тăкакĕ пысăк пулчĕ пулин те, кăçал çĕнĕ пÿрте кĕрет иккен-ха вăл. Сайте кураймарĕ-çке çак пулас телее. Курнă пулсан вăл та: «Пултаратăн иккен, Шерккей», — тенĕ пулĕччĕ. Пÿрчĕ унăн чăнласах та лайăх пулать-ха: урам енне—ял халăхĕ пăхса савăнтăр, кĕвĕçекенни кĕвĕçтер — виç чÿрече кастарать, картишнелле иккĕ, пахча енне тĕнĕ те çитет, Чипер пулать пÿрчĕ, пит чипер пулать, кĕрсен, ытарса тухма пĕлмĕн…
Çав вăхăтра Шерккей хăлхине сасартăк темле сасă илтĕнсе кайрĕ: таçта вăкăр уласа макăрнă пек—малтан, вăй илсе ывăннă пек, кĕскен-кĕскен икĕ хут улать те унтан çинçелнĕрех сасăпа вăрăммăн, чуна кайса тивес пек, пĕтĕм таврана янăратса ярать. Акă, каллех… Чим-ха, хăш енчен илтĕнет çав сасă?.. Шерккей, пахча патĕнчен васкавлăн пăрăнса, пÿрчĕ умĕнчи хурама патнелле пычĕ, малалла иртмесĕр чарăнса тăчĕ, тепĕр хут тĕмсĕлсе итлерĕ. Мĕкĕрнĕ сасă паçăрхи майлах илтĕнчĕ, пусас вăкăра çĕçĕ лартнă та, çĕççине туртса кăларайман пек туйăнчĕ Шерккее. Акă, татах çав сасă Çĕнĕ Ырă енчен илтĕнет… Чим-ха, вăкăр мĕкĕрни мар ку, кирек мĕн каласан та, çын сасси, темле ăсран каясса çитнĕ арçын çавăн пек кăшкăрать пулинех. «Çĕр варринче-çке, тупата, элле… »— Шерккейĕн пĕр самантра çанçурăмĕ сăрăлтатса илчĕ, çÿçĕ, йăшăлтатса, вирелле тăра пуçларĕ, куç чарса енчен енне пăхкаларĕ. Пушă урамра пĕр чун çук, никам та курăнмасть. Каллех çав çĕнĕ пура, тăватă кĕтеслĕ пура… Анаткасра йытăсем хаяррăн уласа ячĕç. Унтан çав кăшкăрнă сасă Çĕнĕ Ырă çырми патĕнчех таçталла кĕрсе çухалчĕ, урăхран илтĕнми пулчĕ.
«Çынах пулчĕ-ши вара ку? »— асне илчĕ Шерккей, йĕркеллĕ çын çĕр варринче мĕншĕн çапла тискеррĕн кăшкăртăр?..
Шерккей аптраса ÿкрĕ. пÿртне кĕрсен каллех пĕччен ĕнтĕ, кичем, кăмăла пусарма темĕп çитмест, чĕрине тем пăшăрхантарать. Тимрук та пулин çук…
Вăрман енчен сулхăн çил кассăн-кассăн килет те, хураман тĕксĕм çулçи, пĕр-пĕринпе сăмахласа пĕр кавара килес пек, харăс-харăссăи шăпăлтатать: çурла уйăх, Тукасри йывăç тĕлне пулса, пĕр пытанать, унтан каллех хăюсăр çутатса илет. Тухăçа лаппипе шурăмпуç карса илнĕ.
Урампа икĕ çын пырать. Шерккей, вĕсене асăрхасан, малтанласа хăраса ÿкрĕ: ăна-и, сăлтавсăр-мĕнсĕрех ним мар çапса пăрахма пултарĕç. Мĕншĕн пĕр-пĕччен тăрать-ха вăл урамра, ялйыш тем шухăшлĕ. Кантюксем иккен, мăшăрĕпе. Кантюк уттине Шерккей аякран чухлать: аллисемпе вăл, арман çуначĕ пек, енчен енне сулăнкалать, урисене çăрхаласа пусать.
— Таврăнман-и? —пăшăрханнă кăмăлпа ыйтрĕ Кантюк хурама патне çитеспе.
— Таврăнман çав киле, шăллăм патĕнче мар-ши тетĕп- çке, шăллăм патĕнче мар-ши тетĕп.
— Хăтаçăм, ырă хăта, — аллине кăкăрĕ тĕлне тытса хуçлатрĕ Алиме, — хăвах пĕлетĕн, ырă ята ял çине мăшкăла хăварас килмест, пирĕн Нямаç халь кăна таврăнчĕ те ертсе килме хистесе ячĕ…
— Вăл çапла ĕнтĕ, вăл çапла ĕнтĕ… Шăллăм патне кайса килес тесе тухрăм та, анатра тем сасă илтĕннĕ пек пулчĕ, чарăнтăм.
— Э? — арăмĕ еннелле пăхса илчĕ Кантюк, — Мĕн терĕм сана эпĕ, мĕн терĕм? Кăшкăрнă сасă илтĕнчĕ терĕм-çке? Ара…
— Эпĕ хирĕç нимĕн те каламарăм-çке? Илтмерĕм кăна терĕм.
— Ара, Илтместĕн çав эсĕ. Çавăн пек çав. Эпĕ хам хăлхапа хам илтрĕм… Атя, хăта, пÿртне кĕрер, урам пире турам ан сĕнтĕр,
— Чăнах та, — хĕпĕртенçи пулчĕ Шерккей. Хăй патне пынă çынсене вăл çÿллĕ крыльцаран улăхтарса пÿртне кĕртрĕ.
Шерккей урайне алхапăллăн шăлкалам пек турĕ, çыннисене тĕпелерех ирттерсе лартрĕ. Пÿртре хăйă çутмарĕç, пĕчĕк кантăкран кăвак çутă кĕре пуçларĕ. Сăмах хыççăн сăмах тупăнсах пырать, вăхăт иртни сисĕнмест. Шерккей тин хăй асăннă çĕре кайса килме пулни çинчен пĕлтерчĕ те, Кантюкпа арăмне пÿрте хăварса, тухса кайрĕ. Çамки тарланă унăн. урама тухсан, вăл ăна çаннипе шăлса илчĕ, анаталла пăхрĕ. Кĕпер патĕнче-и ура сасси илтĕнсе кайрĕ— тăпăртатса пускаланă сасă. Шерккей тинкеререх пăхрĕ: кĕпер урлă пĕр ушкăн çын каçать. Çынсем пĕрпĕрин çумне хĕсĕнес пек кĕпĕрленсе утаççĕ. Шерккей чи малта Тимрука асăрхарĕ—çав-çке, ара, канăçсăр чун, тул çутăличчен урамран кĕре пĕлмест.
— Атте! —кăшкăрса ячĕ Тимрук татăлас сасăпа.
— Мĕн, ачам? —урам варринелле васкаса утрĕ Шерккей.
— Акă… — сăмахне каласа пĕтермесĕр пÿлĕнчĕ ывăлĕ, çавăнтах сасăсăр йĕрсе ячĕ.
Шăрттан Имечĕ утать, çара пуçăн вăл. Кирек хăçан та каçăр çÿрекенскер, пуçне халь çĕрелле уснă. Ун хыççăн, мелсĕр пускаласа, Элентей пырать, вăл та çара пуçăн… Пĕсмĕлле! Мĕн çĕкленĕ вĕсем?
— Селиме! —хаяррăн кăшкăрса ячĕ Шерккей, вĕсен хăрушă çĕклемне курсан. — Селиме! Хĕрĕм! Чунăм, мĕн пулчĕ сана?!.
Шерккей ниçталла утма пĕлмесĕр тăпăртатса тăчĕ, вăл Имет патнерех пырса хĕрне пăхрĕ. Çĕклесе пыракансем пĕр сăмах каламаннине кура мăйăхлă тутине хăвăрт-хăвăрт çырткаларĕ те шăллĕне çиллессĕн пăхрĕ. Унран:
— Мĕн турăр ăна? —тесе тарăхса ыйтрĕ.
Шерккей ик аллипе пуçне хĕссе тытрĕ, йывăрланнă урисене аран куçара-куçара лартса, пĕр тумлам куççуль- сĕр ĕнĕрлеме тытăнчĕ:
— Ĕ-ĕ-ĕ-ĕ, ĕ-ĕ-ĕ…
Тимрук çил хапхине яри уçрĕ. Селимене çĕкленĕ çынсем картишне кĕчĕç, пăлтăралла сыхланса иртрĕç, пÿрте кĕрсе. Селимене алăк патĕнчи кравать çине вырттарчĕç.
Кантюкпа Алиме, куç чарса, алăк патнелле иртрĕç. Кантюк тем сăмах хушасшăнччĕ, Селиме виллине асăрхасан, карнă çăварне хупмасăрах тăчĕ, Алиме аллипе пĕр-пĕринпе чăмăртаса кăкăрĕ умне тытрĕ. Чи кайран кĕнĕ Шерккей кравать çине вырттарнă Селимене курчĕ те, аллисене тăнлавĕнчен хускатмасăр, Селиме кăкăрĕ çинелле ÿпĕнчĕ, сасăпа ĕнĕрленĕ май, унăн хыткан хулпуççийĕ канăçсăр сике-сике илчĕ. Пÿртре ун сассинчен урăх нимĕн те илтĕнмерĕ. Канăçсăр шăрчăксем те шăпăрт пулчĕç.
Селимен шуралнă йĕпе çÿçĕ çамки çине пайăркан-пайăркан çыпăçнă, урайне çити усăнса аннă. Кантăкран кĕрен ирхи çутă унăн шап-шурă питне çутатать. Пÿрте кĕнĕ çынсем пурте Селиме вилли тавра тăрса тухрĕç, пĕр Кантюкпа карчăкĕ кăна сĕтел хĕрринчи кутник сакки çинче, вăрăпа тытăннă хурахсем пек, пĕр-пĕрин енне вăрттăн-кĕрттĕн пăхкаласа, мăштах лараççĕ: сăмах чĕнме иккĕшин те чĕлхи çĕтнĕ. Шерккей ÿпĕннĕ çĕртен аран çĕкленчĕ, вал тутине канăçсăр хускаткалать, кансĕррĕн уçса вылятать, — сăмахĕ илтĕнмест. Куç харшине усăнтарса пĕрре Имете пăхать, тепре шăллĕ енне çаврăнса тăрать.
— Мĕн пулчĕ ăна?
— Эсĕ — пуçне çиекенни. Кала, мĕн туса хутăн?
— Вăл кăна мар, Элентей, — илтĕнчĕ хулăнтарах сасă. — Акă, Селимен чуниллисем кунтах лараççĕ. Пăхма та вăтанаççĕ, намăссăрсем.
Пурте кутник сакки çинчи карчăкпа старик еннелле çаврăнса пăхрĕç — Кантюкпа арăмĕ пĕр-пĕрин çумне хĕсĕннĕ пек лараççĕ. Кантюкĕ сĕтел кĕтессинчен ал вĕççĕн тĕренсе çĕкленчĕ, хăрпахсăр куçне мăч-мăч хупкаласа уçрĕ те пĕр-икĕ утăм алăк патнелле ярса пусрĕ.
— Чим-ха, — тем асилес пек тертленчĕ вăл, сăмахĕсене сайран пуçтарса, — Эсĕ, леш… Чаткас пиклайĕ пулмарăн-и çак?
Палюк ăна шăтарас пек пăхрĕ.
—Ха! Палларăн-им?.. Таврăнтăм! Сирĕнпе куçа-куçăн калаçма килтĕм.
— Ман санпа калаçас сăмахăм çук. Ара.
Кантюк каялла чакса-чакса пычĕ те каллех кутник сакки çине ларчĕ. Ларнă маях аяккинелле тĕшĕрĕлсе хутланчĕ, çав вăхăтра вăл ытла пĕчĕк те мĕскĕннĕн курăнчĕ. Ура çине тăнă Алиме ăна чавсинчен кăлт тĕксе илчĕ.
— Атя, атя киле, — пăшăлтатнăн илтĕнчĕ ун сасси, — каяр. çак хаяр çурта килсе кĕресси çакăнтан юлтăр, тата тем курасси пулĕ…
Иккĕшĕ хулран хула çавăтăнса, ушкăн çын енне темиçе хут çаврăнса пăхса, вĕсем васкамасăр алăкран тухса кайрĕç.
Селиме кравать çинче сывă çын пек выртать. Кантăкран карăнса пăхакан хĕвел çути унăн шурнă питне çаплах çутатать, анчах тинех ăшăтаймасть ĕнтĕ ăна, ĕмĕрлĕхе хупăннă куçне те урăх нихçан уçтараймасть.
ХХVII. Шăпа
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
«Тухтар!..»
— Э?
Кукленсе ларнă каччă енчен енне çаврăнса пăхкаларĕ— çывăхра пĕр чун та çук. Мал енче кÿлĕ, хыçалта пушă çерем. Тухтарăн ÿт-пĕвĕ сÿ-ÿ чĕтренсе илчĕ: ятранах чĕнчĕ-çке ăна? Шăлтах Селиме сасси… Вăл чĕнмерĕ-ши ăна? Епле-ха апла?..
Тухтар пуçне сулкаларĕ: чĕннĕ пек кăна пулчĕ çав; таврара никам та çук, хăй кăна.
Тухтар ура çине тăчĕ.
Анăçалла васкакан хĕрлĕ хĕвел паян нихçанхинчен пысăк курăнать. Хура вăрман тăррине вăл чĕр ылтăнпа çуса тасатнă. Хĕвел тĕлне пулакан мăнтăр пĕлĕт кăтрисене куçа йăмăхтармалла хĕретнĕ. Йăлтăр куççульпе карăннăн курăнаççĕ вĕсем. Çав йывăр пĕлĕтсем пĕр хĕвеле кăна мар, Тухтар чĕрине те хĕснĕçемĕн хĕсеççĕ, пиелеççĕ, пăвса илес пек пăчăркаççĕ.
Кÿлĕ хĕрринчи сăртра, пĕр аяккинче, хурлăхлă тĕм курăнать. Ешĕл туйра ăна салхуллăн кăшăллать. Вилтăпри вăл, ун айĕнче Селиме выртать…
Селиме!..
Пÿкле вилĕмпе вилнĕ хĕре масара чикмерĕç, хăй вилнĕ çĕртех пытарчĕç, йышлăн пуçтарăннăччĕ халăх, пĕтĕм ял хăпса килнĕччĕ, Кантюк таврашĕнчен кăна никам та пулмарĕ. Элентей хăй аллипе тупăк турĕ, вилтăпри тавра пĕчĕк карта тытмашкăн тĕкме хатĕрлерĕ, Тухтара, йăлт аптраса ÿкнĕскере, юман юпа якаттарчĕ, ăна вĕретнĕ çу çинче ирнĕ çилĕмлĕ хăрăмпа сăрлаттарчĕ. Тухтарăн куçĕ хĕрелнĕччĕ, шыçса тăртаннăччĕ. Тупăкне витес умĕн вăл пĕр ăстăрккă ниçталла хускалмасăр, куçне мăчлаттармасăр Селимене пăхса тăчĕ. Йĕмерĕ. Тумлам куççуль кăлармарĕ. Элле, ун йĕрес хăвачĕ юлманччĕ-ши…
Селиме виллине Мишша шывран кăларсан, Тухтар кам путнине палласа илчĕ те, ывăнса çитнĕ халпала, сыпăк-сыпăкăн кăшкăрса ячĕ. Унтан, нимĕн тăва пĕлмесĕр, куçĕ ăçталла пăхнă—çавăнталла васкавлăн ута пуçларĕ. Тен, чупсах кайрĕ пуль. Каярахпа çеç ăна ватă тимĕрçе Çĕнĕ Ыр йăлăмĕнче тупрĕ те, вăйпа тенĕ пек çавăтса, хăйсем патне ертсе таврăнчĕ.
Селимене пытарсан, халăх салхуллăн саланчĕ. Хĕрарăмсемпе хĕрсем таврари хире янăратса хурлăхлăн макăрчĕç. Селиме ашшĕ Шерккей те куççульсĕр куçне шăла-шăла ĕнĕрлерĕ. Тухтар çын умĕнче йĕмерĕ, каплана-каплана килен куççульне аран çăтса ĕлкĕрчĕ. Халăх канса пĕтсен çеç вăл нÿрлĕ тăпра пуçĕнче хура юпа хĕррине тĕшĕрĕлсе анчĕ, ÿпне выртса, пĕтĕм тăвăлса çитнĕ ăшне кантарса макăрчĕ…
Пайтах вăхăт иртсен, ун патне Мишша пычĕ. Тухтар çаплах чарăна пĕлмесĕр ĕсĕклетчĕ-ха. Çамрăк тимĕрçĕ ăна ура çине асаппа тăратрĕ: «Айта, Тухтар, айта, юрамасть кун пек», — тесе йăпатрĕ вăл. Мишша ăна хулĕнчен çавăтса тытрĕ. Тухтар хирĕçмерĕ. Хăй ăçта кайнине чухлаймасăр, пĕр сăмах хушмасăр Мишшана пĕрле танкăлтатса утрĕ. Тимĕрçĕсем патĕнче Тухтара та сĕтел хушшине лартрĕç пулмалла. Çирĕ-ши вăл, çиеймерĕ-ши, çавна астăваймасть вара хăй. Унтан тнмĕрçĕсем патне Элентей пырса кĕчĕ. Вăл Тухтара шыранă иккен: апатланма пыма васка- татчĕ.
Тата кама курчĕ-ха Тухтар çав кунхине? Тимĕрçĕ хĕрĕ те çавăнтахчĕ пулас. Тухтар унăн ятне те пĕлетчĕ-ха, анчах çав вăхăтра ăна асилесшĕн пулмарĕ. Палюк пурччĕ тата. Вăл алă парса тухса кайнине Тухтар лайăх астăвать. Сăмахĕсем халĕ те хăлхинче янăраççĕ пек: «Пуçна ан ус, йĕкĕт, — терĕ Палюк, — ĕмĕр сакки сарлака теççĕ пирĕннисем. Илтетне? Хăвна инкек пуснă чух арăслан пек паттăр пул», — терĕ вăл, Тухтара ик аллинчен юлташла хыттăн чăмăртаса. Тухтарпа Элентей тимĕрçĕсем патĕнчен çĕр варринче кăна тухса кайрĕç…
Эрне иртрĕ. Тухтарпа Мишша Селимен вилтăпри тавра тĕкме[vii] тытса çавăрчĕç, шăтăксем чавса хатĕрлерĕç. Тепĕр кунхине Элентей вăрмантан юманпа хурăн хунавĕ тиесе килчĕ, виççĕнлетсе вĕсем часах йывăç лартса пĕтерчĕç. Тухтар çамрăк юмансене хăй аллипе хăй лартрĕ. Мишшана Элентей кÿлĕ тавра хурăн лартса тухрĕç. Ĕç пĕтерсен, Тухтар: «Эпĕ çакăнта канса илем-ха, кăштах тăрсан таврăнăп», — терĕ Элентей хăтине. Лешсем Мишшана пĕрле кайрĕç. Тухтар кÿлĕ хĕрринче пĕчченех ларса юлчĕ.
Тĕкĕр пек курăнать çутă кÿлĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ хумсем ун çийĕн ситрелсе пĕрле хутшăнаççĕ те, вара анăç хĕвелĕ кÿлĕре чÿхеннĕ тытăнать. Хушăран вăл шывра, ылтăн çĕлен пек çул хывса, таçта кĕрсе пытанать, унтан каллех йăлкăшакан пулать. Кăвак çунатлă йĕп хÿресем сарă кÿкерчене сĕртĕнес пек вĕçе-вĕçе иртеççĕ. Канăçлă шăплăха нимĕн те хускатмасть. Тухтар хура юпана вăрахчен пăхса тăчĕ. Шăпах çав самантра вăл хăйне ятран чĕннĕ пек илтрĕ. «Ку сасă Селимен пулмарĕ-ши», — тесе кĕрĕпех шухăшларĕ те, ун пек пулма пултараймасса тавçăрса, ларнă çĕртен çĕкленчĕ.
Çук çав. Ăна илтĕннĕ пек кăна туйăнчĕ çав. Селимене урăх хăçан та пулин, кам та пулин курас пур-и… Шурăмпуç килет шуралса — Селиме урăх килес çук; вĕçен кайăк, кĕрхи кунта вĕçсе канса, çурхи кунпа вĕçсе килĕ — Селиме урăх килес çук; чăпар куккук чăтлăхра авăтса савăнĕ — Селиме урăх савăнас çук; сарă шăпчăк сассине шăратса юрлĕ — Селиме урăх юрлас çук; çурхи шывсем шавлĕç ташласа — Селиме урăх шавлас çук. Çук урăх ун сасси те, сăнĕ те. Чăн тÿпери çут çăлтăр пек çиçсе илчĕ те вăл пĕр тапхăр, ĕмĕрлĕхе сÿнсе те ларчĕ. Ачашлăн ÿкет иртнĕ кун çути Тухтар умне. Мĕн пурри куç умĕнчи çут тĕнче пек пысăкчĕ — кĕлленчĕ. Çав тĕнче самантра тенĕ пек шăранса пĕтрĕ, тĕттĕмленчĕ.
Селиме кун курнă чух, кирек мĕнле пулсан та, Тухтар телейлĕччĕ-ха. Ăна пула вăл пурнăç илемне чухлама вĕренчĕ, хăй таврашĕнчи çутçанталăкăн асамлă хăвачĕпе улшăнакан ÿсентăрана курнипе те вăл, тавçăрма хăнăхан пĕчек ача пек, хĕпĕртекен пулнăччĕ, чун хавалĕпе çĕкленнĕччĕ вăл, ĕнтĕ уншăн ура ярса пусас курăк та шелччĕ. Вăраннă шăпчăк ларакан турата куçран çухатас марччĕ тенĕ пек, пăхатчĕ вăл куçран хăйĕн савнине. Ĕнтĕ такам алли лартса ÿстернĕ ачаш туна та пурнăç илемне кÿрекен чечекĕн курăнатчĕ. Пĕркун, ав, ăна йыснăшĕ темле те хăртса пĕтерчĕ, йĕкĕт чĕри ун чух калама çук ырататчĕ; халь тесен, вăл çавна та йăлтах. манма хатĕрччĕ — Селимен вăхăтсăр татăлнă кунçулĕпе çеç нимĕнле те кунăçасшăн мар, Тухтар чăтма çук пысăк хуйха ÿкрĕ. Мĕн юлчĕ ĕнтĕ халь уншăн, мĕн юлчĕ? Пĕртен-пĕр ăстăнри асăну, телейлĕ тĕлĕкре курăнан чун варлийĕн тĕтреллĕ сăнарĕ — вăл та пулин курăнас пулсан çеç —урăх нимĕн те çук, нимĕн те çук. Çак таса тăпра ÿлĕмрен ем-ешĕл çамрăк курăкпа витĕнĕ, хĕл варринче сивĕ юрпа пĕркенĕ — Тухтар ирĕн-каçăн киле-киле кайĕ, Çук, вăратас çук Селимене ĕмĕрхи ыйхăран. Мĕншĕн тавăрма çук-ши вăхăтсăр татăлнă кунçула? Селиме вара. Селиме чухлĕ Селиме те пулин ăна асне илмерĕ-шим… Йывăр шухăшсем Тухтара пăртаклăха та канăç памаççĕ, каччă йăлтах аптраса ÿкрĕ.
Ял çамрăкĕ вăйăра савăнать.
Акă пĕр вăхăта хĕрсен уçă сасси илтĕнет. Ытарма çук çамрăксен вăййи! Унта хĕрпе каччă çума-çумăн тăнă чух пĕр-пĕрне пĕлтерме хăяйман шухăш, сăвва пула, чĕлхе вĕçĕнчен уçăлать, савса тунсăхланă пурнăçу вăхăт виçме мантарать, çунатлă ĕмĕтсем хĕрÿ чун хавалне ыр çын та телейлĕ пулма хĕтĕртеççĕ — çаксем пурте, пурте савăнăçлă вăйăра виçĕнсе-майлашăнса шăпах хăйсене кирлĕ вырăн тупаççĕ. Кулленхи асаппа терт те, çити-çитми пурнăç та, сăна васкатса улăштаракан шухăш та çакăн пек чух кăштах манăçать, чун йăвашланать, чĕре çемçелет…
Инçетрен илтĕнет хĕрупраç сăвви. Лăпланнă чăваш урамĕсене вăл сăпайлăн та чиперрĕн янăратать. Хĕрсе çĕкленнĕ çемĕ майĕпенрех илтĕнме тытăнать; çав вăхăтра, сăвă çеммипе тава кĕрсе тенĕ пек, сасартăк тепĕр сасă янăраса каять: арçын сасси. Кам юрлать кăна?.. Тухтар ыйхăран вăраннă пек пулса итле пуçлать, хăн унталла-кунталла пăхкалать, сисмен хушăрах сăрталла хăпарать. Юрă сăмахĕсем ян каяççĕ: «Алран канми аки-сухи… » Кам юрлатăр ку юрра? Шинкĕл ĕнтĕ, выртма тухнă пулинех. Сасси хытăрах та хытăрах илтĕннинчен, вăл хăн патнелле васкамасăр пынине Тухтар тĕшмĕртсе илчĕ, хăй те ăна хирĕç утрĕ. Пурнăç пурпĕрех пырать иккен. Калаçса ăш пусар- машкăн юлташ пурришĕн хĕпĕртем пек те пулчĕ Тухтар. Чĕрене хайăрса кăларас пек хурлăхлăн тăсса юрлать çав Шинкĕл, кĕввине те хăйне май ăста улăштарма ăс çитерет, юн чуппине чарассăн туйăнать унăн юрри. Çав вăхăтрах инçетре сăвă калаççĕ. Сăмахĕсене уйăрса илме çук. Икĕ çемĕ пĕр-пĕринпе пит вырăнлă килĕшсе çыхăнни телейсĕр Селимене асăнса юрланă пек илтĕнет. Тухтар, утнă çĕртен чарăнса, йĕпеннĕ куçне шăлать, тепĕр çаврăм итлет. Шинкĕл юрри лăпланса пырать. Ун вырăнне каллех сăвă калани янăрама тытăнать. Хальхинче ак сăвва каччăсем те хутшăнаççĕ.
Тухтар тата малалла утать.
Лашасем çĕрĕмре курăк суйлаççĕ. Малта пĕр мĕлке курăнса кайрĕ: шлепкепе вăл, чаппан уртса янă аллинче тимĕр тăлă чăнкăртатать. Çывăха çитсен, Шинкĕл хăех сăмах хускатрĕ:
— Кам пулчĕ-ха ку? Тухтар шăллăм, эсĕ-и?
Тухтар пуçне çĕклерĕ.
— Эпĕ-çке, Шинкĕл тете. — йĕкĕт пуçăпа мĕн туса çÿрен кунта çĕр варринче? Вăйăра пулмалла халь санăн.
— Ытла каçа юлтăм-ши вара?
Шинкĕл кăштах хĕрĕнкĕ, кăмăлĕ уçă чухне чĕлхи япшар. Тухтар ăна выртмара час-часах куркалатчĕ-ха. Шинкĕл кирек хăçан та пĕр-пĕр халап ярать е чăн пулнинех хăйне май юптарса кала-кала парать.
— Шинкĕл тете, эс кунта пĕчченех те, лашусем пайтах вара, — терĕ Тухтар.
— Хамăн тесе ан кала-ха, шăллăм.
— Куратăп-çке хăвăн маррине. Кантюк папайсен пуль ĕитĕ?
— Саккăрăшĕ те вĕсен. Пăхкаласа çÿре тет. Урнашкасăр кăх пултăм кăçал тет, ахаль тумăп тет. Мана мĕн? Пĕр чĕрес вир кĕрпи парсан та, выç хырăмра утнаккăн шĕвет, çапла-и?.. Ларар-ха çакăнта. Пĕччен чĕлхем тем пек сăмахласса кĕтет, Тухтар шăллăм, эс те пулин мана юлташа тухми пултăн-çке. Пĕрле чухне пирĕн кирек хăçан та сăмах-юмах туйăнатчĕ, çапла-и? Эс те кĕтÿçре çÿренĕскер, эп те санран ытла мар. Эх, пурпă-ăç…
— Тĕрĕс, Шинкĕл тете, тĕрĕс.
Шинкĕл чаппанне курăк çине сарса пăрахрĕ. Кукленсе ларнă чух чĕркуççийĕсем шăт-шат шатăртатрĕç.
— Лар эс те çакăнта, ларса кан-ха пăртак, — хистерĕ Шинкĕл Тухтара. — Паян хам та кунта выртса тăмастăп-ха. Çĕртме сухине кайма лашасене иртерех илсе пыма хуш- рĕç. Акă ман кунта ăша кантармалли пур, куратна?.. — вăл çавăнта. х кĕсйинчен пĕр кĕленче туртса кăларчĕ, хăй тата хутланарах ларчĕ. — Ай, ура сурать-çке, тупата. Ахлатма- сăр сывлăш та тухмасть çав.
— Мĕн эс, — терĕ Тухтар, — хупа пĕрле шыв чиксе çÿрекен марччĕ-çке?
— Хе-хе, каларăн! Шинкĕл хăйне хăй улталаса çÿреме ухмах тетнем? Ку вăл, тăванăм, тăлăх каç йăпатмăшĕ. Пăвара пултăмăр. Нямаçпа пĕрле. Хăй вăл таçта хĕрсемпе ермешсе кайрĕ.. Мана, сăмах ан çÿреттер тесе мар-и, çакна тыттарса хăварчĕ. Шинкĕле мĕн, вăл хăйне кура, йĕркине чухлать, ак халь шăпах сыпас вăхăтăм та çитрĕ.
Нямаç ятне илтсенех, Тухтарăн кăмăлĕ пăтрана пуçларĕ, вăл хăй çулĕпе килнелле утасшăн туртăнчĕ.
— Чим-ха, Тухтар шăллăм, лар юлташа. Çу каçĕ ытарма çук лайăх. Савăнар-ха иксĕмĕр, пирĕншĕн урăх савăнăç та çук. Çăлтăрсем кĕçĕр иртнĕ каçринчен те аяларах аннă пулмалла: мĕлтлетсе йăлкăшнине куратăн та, чун хĕпĕртет, пурăнни те ахаль мар пек. Сыпас та мар-и тумламшарăн?
— Эп сыпмастăп, Шинкĕл тете, хăвах сып, усса пытăр.
Тухтар, ытахальтен тенĕ пек, чаппан хĕррине кукленсе ларчĕ.
Каçĕ, чăнах та, лайăх çав: пăчă мар, сывлăш уçă, нÿрлĕрех те. Хăмăшлăхран пĕччен карăш авăтни илтĕнет.
Шинкĕл аллинчи кĕленчине çĕклерĕ те, хăрхăмлатнă турашăль пек шĕвĕр сухаллă пуçне каçăртса, эрех сыпрĕ. Пуçĕнчи шлепки хыçалалла хывăнса ÿкрĕ, сарлака кукша пуçĕ çу сĕрсе янă пек çуталчĕ. Çапла кăшт сыпнă хыççăн тутине чалăштарса сывлăш çавăрчĕ, сайра мăйăхне шăлкаласа илчĕ.
— Хăватлă та, мур илесшĕне, —терĕ вара. — Пыра çунтарсах анса кайрĕ… Чим-ха, манăн кунта çырткаламалли те пурччĕ пулас, — вăл кĕсйинчен лапчăнкаласа пĕтнĕ çăкăр сăмси кăларчĕ, Шуратмасăр пĕçернĕ улмапа ешĕл сухан тупрĕ, ланчашка татăкĕпе чĕркенĕ тăварне çĕре сарса хучĕ. Çаксене курсан, Тухтарăн хăйĕн те çиесси килсе кайрĕ.
— Ашăм лăштах пусăрăнчĕ, — терĕ Шинкĕл малалла. — Эрех, калама кирлĕ сана, чĕре имĕ вăл. Мурĕ вĕретме вĕреннĕ-и ăна, кам пĕлтĕр, а тулĕккĕш усси вара… э-э, тăванăм, йывăр шухăш пусать-и сана, нуша йĕртет-и, çак таса тумлама сыпсан, вăхăтлăха петĕм инкек-синкек манăçать, тупата, чĕрене уçсах ярать. Çавă çав. Пурăнатпăр тетпĕр пурнăçа. Кулăш. Алапа Велюшĕ калать, маншăн та хĕвел пăхать тет. Хĕвелĕ вăл, сана калам, пуриншĕн те пăхать те, пурне те пĕр пек ăшăтмасть çав. Чун тарăхать, чĕрем çунать, аптранă енне кирлĕ-кирлĕ марпах ăшна пусаратăн. Акă сана эпĕ пĕр çаврăм юрласа парам, эс тăнласа итле. Чăвашăн юрри те хăй пек, тавçăруллă ăспа хывăннă, —Шинкĕл çамкине аллипе сăтăрса илчĕ, майĕпен çеç юрласа ячĕ;
Пыллăях та пыллă сăрисем пур,
Уль-тьуль —
Тьуль-тьуль…
Пыллăях та пыллă сăрисене Уль-тьуль —
Тьуль-тьуль…
Чипер ĕçе пĕлмен, ай, çынсем пур.
Уль-тьуль —
Тьуль-тьуль…
Чипер ĕçе пĕлмен, ай. çынсене Уль-тьуль —
Тьуль-тьуль…
Килĕсене канма, ан, çулсем пур.
Уль-тьуль —
Тьуль-тьуль…
Юрласа пĕтерсен, вăл Тухтара пăхса илчĕ.
— Э? Мĕнле пек? Ăслă мар-и чăваш юрри? Кĕрекене кĕтмен çын пырса кĕрсен, куркипе хăна ту та аврипе тĕрт тени пулать вăл, шăллăм. Çавă çав. Юрласса, калам сана. Атăл леш енчи Сиктĕрме чăвашĕ Тилли старик юрланă, тет, ăна. Хам курман-илтмен те ăна, ăслă çынсем илтнĕ, çавсем мана вĕрентрĕç… Эх, Тухтар шăллăм, Шинкĕл Тетÿ çичçĕр çитмĕл юрă пĕлет пуль те, юрласса хирте кăна юрлать. Ăçта юрлатăр тата?.. Ме, Тухтар шăллăм, ырă сунса панă чух аврипе тĕртмеççĕ. Ак çырткаламалли те кунтах. Ырă кур!..
Каччă хальхинче те сыпасшăн марччĕ, анчах Шинкĕл çапла ÿкĕтлесе калани ăна, чăн та, тÿрре килессĕн туйăнчĕ. Тен, ăш вăркасси пусăрăнĕ, хуйхи пăртак чакĕ, йывăр шухăшсем сирĕлĕç… «Кÿр-ха эппин», — терĕ вара вăл, аллине Шинкĕл енне тăсса.
— Ме, ыр кур. Мана юрани сана та юрама кирлĕ.
Тухтар ик-виçĕ сыпкăм сыпсах чăнтăхса кайрĕ, кĕленчине каялла тăсрĕ. Хăватлă эрех ун ăшне çавăнтах вут хыптарнă пек пĕçертсе ячĕ.
— Эх, эс те çав! Ме, чĕре cурри ту.
Тухтар çăкăр татăкĕ хуçса илчĕ, улма шуратрĕ, ăна тăварпа пусса çиме тытăнчĕ. Шинкĕл çав хушăра çатăрка пуçтарса килчĕ, вут чĕртсе ячĕ. Тавралăх сасартăк тĕттĕмленнĕ пек пулса тăчĕ.
— Вăт капла лайăх та. Çавă çав. Эрехĕ пирки çакна калам, — терĕ вăл, тата кăштах сыпса. — Чĕре имçамĕ терĕм-и? А мĕншĕн? Калам сана, апат витерме пулăшать, чир-чĕртен ăша тасатать, пуç çинчи нушана мантарать. А тулĕккĕш ăна ĕçе пĕлмен çынсем пур. Ав, хайхи юрă сăмахĕ камсене тивет! Илтрĕне? Эс çамрăк-ха, Манюр папай çинчен нимĕн те илтмен пуль.
— Кантюк папай ашшĕ пулнă-и-ха вăл? —ыйтрĕ Тухтар. — Хальхисен тĕпкĕчи[viii] тенине илтнĕ пек.
— Шăпах çавă. Лутакайскерччĕ. Кĕреш пек хулăн та лутраччĕ.
Ну, итле эппин. Пуян та пуян тетпĕр, епле пуйнине те пĕлетпĕр-çке. Ĕлĕкех пулнă-ха вăл. Манюр папай лаша вăрласа таврипе чапа тухнă. Ют витерен тăр-кăнтăр варринчен чи лайăх ăйăра çавăтса тухма пултарнă, теççĕ. Вăрă вăрах ĕнтĕ, телейĕ те хăйпе пĕрлех çÿренĕ курăнать. А тулĕккĕш телейĕн хăйĕн те пĕр тантăшĕ пур, пĕлнĕ пул çакна: телейрен инкек те уйрăлмасть.
Пĕрре çак Манюр папай Хура Палляпа — Кĕçтенюк ашшĕ-ха вăл—тем пирки тава кĕрсе кайнă. Хура Палля ăна халăх умĕнче хăртса пĕтернĕ. Çынни вăл, калам сана. Шăрттан Имечĕ пек вăйлă та паттăр пулнă.
Манюр папай ăна тавăрма хĕрĕннĕ иккен. Ак вăл пĕр каçхине Хура Палля лашине вăрлама кĕрет. Хуçи сиснĕ пулнă. Хайхискер тухать те ĕнсерен ярса тытать, вăрра витерен пÿртне сĕтĕрсе кĕрет. «Ну, кала, йĕксĕк, çутă кун кăтартам-и сана, каç кăтартам-и? »—тесе ыйтать, тет, çакăнтан Хура Палля, «Хĕнессе хĕне те, Палля шăллăм, тархасшăн, ан вĕлер», — тесе йăлăнма тытăнчĕ, тет, ку. Палля ăна хĕнемерĕ те, çапмарĕ те, тет, ертсе кан хăвăн лавккăна тесе çеç каларĕ, тет.
Шухăша каять Манюр папай. Куç умĕнчех хăй лавккине çараттарасси килмен-çке-ха. А тулĕккĕш ним те тăвайман. Ире хирĕç пуçне чиксе, мĕрес пек кулянса, ертсе каять хайхискер лавккине. Алăкне уçрĕ, тет, иккĕшĕ пĕрле кĕрсе кайрĕç, тет: «Ил, Палля шăллăм, куçна мĕн ачашлать — санăн пулать», — тесе каларĕ, тет, Манюр папай. Палля хуçа пек шала кĕрсе кайрĕ, тет. Пăхать—сĕтелте ещĕк тулли укçа. Палля пуçне сулкаларĕ, тет, пĕр пуçпе тĕкĕнмесĕр каллех хупса хучĕ, тет. Пăхать Палля — çÿлĕк çинче тулли кĕленчесене речĕпе лартса тухнă. «Уç-ха пĕрне», — тесе хушрĕ, тет, вара лавкка хуçине. Леш эрехне уçать, куркине тултарать. Палля кăшт тутанса пăхать те — хăватлă. «Шалт ту çак куркана», — терĕ, тет, лавкка хуçи. Лешĕ хавас, куркана тĕппипех пушатать, унтан Палля хăй хăна тума тытăнать. «Пĕлнĕ пул, Манюр тете, эрне хушши кашни ир çак вăхăтра лавккана уçнă пул, ирсерен пĕрер пулăштух ĕçтерĕп», — тет те, курка хыççăн курка шалт тутарса, Манюр папая çавăнтах ураран ÿкерет, хăй вара, лавккаран тухсан, алăкне питĕрсе илет, çăраççи уççине Кантюкне кайса парать. «Эпĕ сан аçăна лаша вăрлама вĕрентетĕп», — тесе каларĕ, тет, вара ун ывăлне.
Хура Палля хăй сăмахĕ çине тÿрĕ тăнă. Вăл кашни ир Манюр папая вăратса лавккине уçтарнă та эрех ĕçтерсе хăварнă. Çавăнтан вара Манюр папай чăнласах ĕçке ерсе кайнă. Хам та астăватăп-ха, шăл хушшине тĕпренчĕк хумасăр кунĕн-çĕрĕн ĕçетчĕ.
Хайхискере тăван çемйи çуртран хăваласа кăларчĕ. Мĕскĕн Манюр çийĕнчи кĕпине хывса сутса ячĕ таçта, Кахăрлă мишерĕ Кăрпан. Алим пăрахса хăварнă çанăсăр кивĕ камсул тăхăнса çÿретчĕ. Ну, вăл ытти-хытти мур хальне кайтăр-ха, а тулĕккĕш Палляна çилĕ тытнах иккен хăй, мана, вăрра тытнă тесе, пĕтĕм ял çинче сумран кăларчĕ тесе, ун çуртне вут тĕртет. Вутне сÿнтерессе сÿнтерчĕç те. Палля та çавăн хыççăн Манюр папая çилленмеллипех çилленнĕ çав, тавăрма çеç ĕлкĕреймен: Манюр папайăн ĕмĕр вĕçне тухас кунĕ çитет.
Мĕн тăвăн, çуртĕнче мулĕ пысăк та, çутă куна ăна укçа парса илме çук-çке, вилсе кайрĕ. Тупăкне хăй виличчен çирĕм çул малтан туса хатĕрленĕ пулнă.
Çурĕç Манюр папая, тăхăнтартрĕç ĕнтĕ, леш тĕнчере çул çÿреме шанчăклă пултăр тесе, шурă туя хурса ячĕç, енчĕкне, пăхăр пуçлă чĕлĕмне чикрĕç. Хăй кунĕнче сыпма юратнăран эрехне те кĕленчипех хучĕç, Çамкине Кĕтерне майра патша кăларнă çĕр тенкĕлĕх хут укçапа витрĕç. Мĕн каласси пур ĕнтĕ, чыслă пытарчĕç çав, чăн чăвашла, хам астăватăп…
Тепĕр кунне, хай, Манюр папайăн вилтăпри патне ăнсăртран пĕр кĕтÿçĕ пырать. Пăхать хайхискер — Манюр папайăн шăтăкĕ уçах иккен. Хăй те тупăкĕнче тăрса ларнă, пуçне сĕнкнĕ — мухмăрлă пулинех. Кĕтÿçĕ ăна-кăна хăвăрт уйăрса илет те—ури çирĕп пултăр! —ялалла таптарать. Çак илемсĕр хыпара çавăнтах Кантюка каласа парать. Лешсем пире пĕлтереççĕ, эпир кÿршĕсене систеретпĕр, пухăнса кайрăмăр çав масар çине — аслă эсрелĕн сехри хăпса тăтăр! —Çитрĕмĕр те пăхатпăр: ах, ачам, ларать пирĕн Манюр папай хăй тупăкĕнче, пÿлĕхрен килесшĕ, çÿçпуç йăшăлтатса хăпарчĕ.
Кантюк ун чух çамрăкрах-ха, вилĕ ашшĕ тăрса ларнине курсан, масар тавра виç хут чавтарса çаврăнчĕ-çке, амитке!.. Çавăн хыççăн шуралчĕ те унăн кăтра сухалĕ. Манюр папайăн хăрах аллинче пушаннă кĕленчеччĕ, тепринче йывăç чаплашкаччĕ. Тупăкĕнче пĕр-пĕччен ыр курса ларнă иккен. А тулĕккĕш укçи тесен, сана калам, çĕр тенкĕрен пĕр пус юлни! Ăçта кайтăр? Пĕтĕмпе ĕçсе янă терĕç. Тамаша çав. Мĕнле апла тесе тĕлĕнетпĕр пурсăмăр та. Вилессе тĕрĕсех вилнĕ-ха пирĕн Манюр папай, ун пирки сăмах та хурласа калаймăн. Хайхискерĕнне кĕленчине анса илтĕмĕр, урăх ан ĕçтĕр тесе, чаплашкине те хăвармарăмăр, тек апла мĕн ан хăтлан тесе, ырă сăмахпа ÿкĕтлени пулчĕ ĕнтĕ, итлемесен, çилленĕпĕр терĕмĕр, Итлем пек турĕ Манюр папай. Ывăлĕ каллех ун çамкине укçапа витрĕ, а тулĕккĕш хальхинче алă тенкĕ кăна хучĕ. Эрехне тумлам та хумарĕ — пурпĕрех ĕçсе ярать, Пытартăмăр Манюр папая тепĕр хут…
Мĕн тейĕн эс, шăллăм? Тепĕр кун ман Манюр папай татах тăрса ларнă! Ак тамаша! Çакна курма масар çине пĕтĕм ял хăпса тухрĕ,
Манюр папай аллинче хальхинче кĕленче тавраш çукчĕ, вăл карт сĕпĕрсе тытнăччĕ, Укçи-и? Мĕн калăн унта, йăлт картла выляса янă…
Кантюкĕ, калас пулать, тĕшмĕшне тĕшмĕш-ха, çапах та ун пек чухне йĕркене пи-ит аван чухлать. «Е, — терĕ, — ара, — терĕ, — эс, атте, апла иккен-ха, — терĕ, — шăтăкран вăтăрса кăларăр та салтăнтарăр-ха ăна», — терĕ.
Пире мĕн? Антăмăр та Манюр папая тупăкĕ-мĕнĕпех çĕклесе кăлартăмăр. Кантюк папай пĕр ывăç тупăлха хулли чĕрсе килчĕ, ăна пире валеçсе пачĕ. Хăй вара çĕрте выртакан виле ашшĕ патне пычĕ те: «Эс, атте, леш тĕнчере те юлхавланатăн иккен, ĕçкÿне те пăрахмастăн, картла выляма та вĕренсе кайнă, — терĕ, — каллех пĕр пус укçасăр тăрса юлтăн, — терĕ, — урăх сана пĕр пус та памастăп», — тесе тытăнчĕ ăна хулăпа чăвăшлаттарма! Пире те çавăн пек тума хушрĕ. «Ан ĕç, картла ан выля, иртĕхсе ан пурăн», — тесе çапатпăр çав, амитке, ăçтан кăна чăтса тăрать пирĕн Манюр папай!..
Çаптартăмăр-çаптартăмăр та эрехсĕр-укçасăрах каялла хупса хутăмăр, тăпри çине виçĕ лав мунча чулĕ купаларăмăр.
Кайран калатчĕ-ха Кантюкĕ, ашшĕне çаптарни усса пычĕ курăнать, урăх тăра-тăра лармарĕ тетчĕ. Кăсăк пулса иртрĕ çав, тупата.
А тулĕккĕш, мĕншĕн каласа патăм сана çакăн çинчен? Эрехе ăна пĕлсе ĕçмелле тетĕп-çке, Манюр папай пек хăтланмалла мар, вилсен те, темĕн курса тăрас пур… Кукша Шинкĕл йăнăшмасть, каларĕ тесе калăн, вĕсен Нямаçĕ те Манюр папай хурăмах, каснă-лартнă çавă пулать. Эс çамрăк, курăн çавна… Ну, тата кăшт сыпса ярар, а тулĕккĕш виçеллĕ, — сăмахне пĕтерчĕ Шинкĕл.
— Епле-ха апла, Шинкĕл тете, çаплах пулнă-и вара? — ыйтрĕ Тухтар.
— Хе-хе, каларăн! Вилнĕ çын чĕрĕлет-и? Çавăн пекки чăн пулма пултарать-и? Çук, шăллăм, ăна Хура Палля çапла тунă пулмалла. Кайран Кантюк папай хăй те çапла шухăшлатчĕ. Кантюк папайсем халь те, ав, Хура Палля ывăлне, Кĕçтенюка, кураймасăр тăраççĕ. Кĕçтенюка ялта кĕтÿ партармарĕ-çке Кантюк папай, халь вăл Куршанкăра кĕтÿ çÿретет…
Шăранса çунать кăвайт. Тинех ĕнтĕ тĕтĕм тухни те палăрмасть. Самай Хĕрсе çитнĕ Шинкĕл лашасем тытма кайрĕ. Тухтар кунта кăвар пăтратса юлчĕ. Халиччен эрех курманскерĕн, кăшт сыпнипех чĕлхи-çăварĕ çыхлана пуçларĕ. Шухăшĕсем, йăлт манăçас вырăнне (çапла каланăччĕ-çке ăна Шинкĕл), тепĕр хут та çĕнелсе вăй илчĕç, темле тата витĕмлĕрех палăрнăн туйăнчĕç. Селиме те, ашшĕ те унăн куçĕ умĕнче йĕркесĕр тĕтреленчĕç. Кантюкпа Нямаçĕ те, тахçан вилнĕ Манюр та, Шинкĕл каланине пула, тепĕр хут чĕрĕлсе аса килнĕскер, пĕрле хутшăнса пăтрашăнчĕç. Тухтарăн пуç çаврăнать, хăрах чавси вĕççĕн таяннă май, куçне аран уçа-уçа хупать. Тĕттĕмре лаша тулхăрни илтĕнет. Унтан ура сасси, сăмахсем: «Эс мĕн, халь те киле таврăнмастăн?.. » «Кам ку? »—тесе шухăшлать Тухтар. «Часах пыратăп, иртерех пуль терĕм-ха», — ку ĕнтĕ Шинкĕл сасси. «Лашасем çырткаларĕç-и? » «Аванах çирĕç… » Э-э, Нямаç иккен. Нямаç — Кантюк—Манюр — Кантюк — Нямаç… Шуйттанĕ пĕлсе пĕтертĕр-и вĕсене.
Нямаç вут умне çитсе чарăнчĕ.
— Кам ку? Туймет ачи мар-и вара кунта?
Тухтар ун еннелле çаврăнса пăхрĕ,
— Çавă.
— Эс, кĕтÿçĕ, мĕн тăватăн кунта? Ут çитерме тухрăна?
— Шинкĕл тетепе калаçса ларма килтĕм.
— Кĕлĕмçĕпе Шинкĕлĕн мĕн калаçмалли пур? Сыпнă та пулас-ха кунта эсĕр?
— Пумилкке мар-и? Паян тăххăрăшне асăнатпăр.
— Ак тата… — чĕлхи тинех пÿлĕнчĕ Нямаçăн. Сăмах кам пирки пынипе вăл çийĕнчех асне илчĕ те тутине хĕссе тытрĕ.
Шинкĕл лашасем çавăтса килчĕ,
— Асăнтăмăр çав-ха Селимене, — терĕ Тухтар каллех.
Çак сăмахсем Шинкĕле хăйне те тÿрре тухма вырăнлă пулчĕç.
— Хе-хе, калас пулать сана, — терĕ вăл. — Тухтарсем кунта кăшт илсе килнĕччĕ те, ак кĕленче тĕпĕнче, Нямаç, сан валли те юлнă иккен-ха.
— Тÿпе мар пуль?
— Пулин? —шÿтлес ĕмĕтпе çăмăллăн кулкаласа илчĕ Шинкĕл, — пĕчĕк куркасăр пысăк кĕреке патне çитме çук темен-и?
— Çапла пуль те… Эпĕ кĕтÿç ачипе пĕрле ларса ĕçместĕп, — тесе хучĕ Нямаç. — Кай кунтан, йĕркесĕр ăншăрт.
Тухтар ларнă çĕртен сиксе тăчĕ. Сÿнес патне çитнĕ кăвар çути ун куçĕнче вут-хĕмĕн ялкăшса илчĕ.
— Шăллăмсем, эсĕр çапăçма-и? —çилленнĕ сасăпа ыйтрĕ Шинкĕл. Ун сăмахĕ пуринчен ытла Нямаçа тиврĕ. Ĕç кутăнла çаврăнса тухма пултарасса сиснĕ Нямаç сасăпах кулса ячĕ.
— Ахаль кăна эп, шÿтлес кăмăлпа… Ларар-ха, ларар пĕрле, — терĕ вара Нямаç, йăпăлтатса.
Анчах Тухтар урăхран ырă та, хаяр та чĕнмерĕ, ик аллине çиллессĕн чăмăртаса, ял еннелле хăвăрт ута пуçларĕ.
— Хăрарăм. Хирĕçсех каятăр пуль эсĕр тенĕччĕ те… — илтĕнчĕ ăна Шинкĕл сасси,
— Кăтартăп-ха пĕрре, пурпĕрех кăтартăп… — мăкăртатса юлчĕ Нямаç.
— Чим-ха, хăвна та черет çитĕ, çитĕ! — илтĕнчĕ курăнми пулнă Тухтарăн сасси.
ХХVIII. Таптанми йĕр
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Шерккейĕн пит-куçĕ кĕтмен çĕртен пĕркелене пуçларĕ.
Юрĕ ĕнтĕ, мĕн тăвас тетĕн, шăла çыртса та пулин чăтмалла.
Çурчĕ унăн йăлтах пушанса юлчĕ… Ĕлĕк кÿршĕ çыннисем те пулин килкелесе каятчĕç, халь вĕсем те çÿреми пулчĕç. Эх, пÿртре арăм çукки, пĕтĕм ал-урана çыхăнтарать те, нимĕн тума çук. Пысăк ĕç хускатмалла-çке унăн: пÿрт хăпартмалла! Ĕнтĕ урай-мачча хăмине те саваласа хатĕрленĕ, мăк та кăларса килнĕ, кÿршĕ-аршăсем вак- тĕвек ĕçрен пушанасса кăна кĕтет Шерккей, вара пÿрт хăпартма тытăнать.
Пÿртне хăртлама тесе, вăл Пикмăрса арăмне вунсакăр витре сăра тутарчĕ. Сăри пит ăнса пулчĕ, кăпăкĕ хăймаланса кăна тăрать. Шерккей ăна кăшт тутанса пăхрĕ те урăхран, сĕвĕрĕлтерес марччĕ тесе, пичкине пăхма та хăрать. Килте яшка пĕçерекен çук-çке, çавă та пулин пăтăрмахлă ĕç иккен. Улма та улма — йăлăхтарсах çитерчĕ. Тимрук, ав, халиччен яшка пĕçерменскер, хуран патне те пымасть.
Паян ир Шерккей хăех шÿрпе пĕçерсе пăхма шутларĕ. Ильяспа иккĕшĕ вĕсем улма шуратрĕç. Тимрукĕ хуранне çуса тасатрĕ, шыв ăсса кĕчĕ. Какайсăр шÿрпе часах пиçрĕ. Сĕчĕ пит сахалччĕ. Ĕнине вăхăтра суманнипе вăл та пулин сĕтне антарми пулчĕ. Тепĕр ĕни, Кантюк папайĕнчен илни, ниçта та тупăнмарĕ. Шерккей ăна ялта ик-виçĕ кун та шыраттарчĕ, ют ялсене те, вăрмана та çитсе пăхрĕç. Тарăнварта пĕркун темле мишерсем, тет-çке, иккĕн, тет, пĕр ĕнене хăваласа каятчĕç, тет. Çавсемех илсе кайнă пулĕши? Шыра унта! Халиччен шăмми кăна тăрса юлчĕ пуль…
Шерккей аптрасах ÿкрĕ. Ĕнтĕ мĕнле кăна нуша капланмарĕ ăна. Çапах чăтать-ха. Тепĕр тесен, ĕнешĕнех хуйхăрса вилес мар-ха тесе алă сулчĕ те, ĕçĕ те пĕтрĕ.
Сĕтел хушшине çиме ларчĕç. Ильяс пĕр кашăк сыпрĕ те Тимрука пăхрĕ. Кашăкне сĕтел çине хăюсăр хучĕ. Тимрук та пĕр кашăк яшка ăсса илчĕ, васкавлăн сыпса ячĕ те куçне-пуçне чалăртрĕ, кашăкне хучĕ.
— Мĕн тата эсĕ, эсĕр… çиме, çиме ларнă пулсан, çимелле ĕнтĕ, çимелле! — терĕ ашшĕ.
— Тăвар яшки пĕçерсе патăн эс пире, атте…
— Епле апла?..
Шерккей хăй те яшкине тутанса пăхрĕ.
— Ай, тупата, икĕ хут, икĕ хут тăвар янă-çке кунта? Кам апла хăтланчĕ?
Тимрук та, Ильяс та тăвар яман иккен, Шерккей хăех манăçнă та тăварне икĕ хут янă. Яшки çăвара хăпаласа илес пек тăварлă пулнă. Халь вăл улмине те пулин çиес- шĕнччĕ, пĕри те çиеймерĕç, сĕтел хушшинче пĕр калаçмасăр ларса, типĕ çăкăр чăмлама тытăнчĕç. Часах Ильяс тухса кайрĕ, ун хыççăн Тимрук тухрĕ, сĕтел хушшинче пĕртен-пĕр Шерккей тăрса юлчĕ. Мĕн тумалла?..
Шерккей сĕтел çине чавсаланчĕ. Хăрах аллипе сайра сухаллă янахне тытрĕ. Сĕтелĕ те тикĕс ларман: ÿсĕрĕлнĕ пек тайкаланса тăрать, çуртра алла пуртă тытма пĕлекен арçын çук тенĕнех. Тем мар-ха тата вăл, тÿрлетĕ-çке пĕр-пĕр…
Çапах кама та пулин яшка пĕçерекенни тупмалла. Пĕр- кунсенче Уття килкелесе каятчĕ. Чĕнме пăрахнăранпа вăл та килсе курми пулчĕ, ĕнер, ав, Шерккей ун амăшĕпе:
Уття пирĕн пата яшка пĕçеркелеме пыраймĕ-ши тесе калаçса пăхрĕ. Уття пымастăпах тесе каларĕ тет. Килмесен, ан килтĕр пĕрех хут. Урăххине тупăп тесе, Шерккей ларнă çĕртен тăчĕ, уткаласа çÿрерĕ. Несихва-и? Чĕнсен килет те-ха, анчах вăл та пĕрре пĕçерсе парĕ, иккĕ пĕçерсе парĕ, виççĕмĕшне — чĕнме те лайăх мар. Чĕнме тет-ха! Çакăн пек ĕçсем пулса тăнă хыççăн мĕн калаçмалли пур? Шăллĕ халь ялти чи хăрушă тăшманĕ пулса тăчĕ. Çаплах каларĕ: «Ура ярса пусассăм çук, тете», — терĕ Элентей. Пыр та калаç. Тăван тесе тăр çавăн хыççăн. Чим-ха, Шерккей сана калаçтарĕ те-ха ÿлĕмрен. Ун патне ура та ярса пусăн. Анчах вăл ÿлĕмрен пулĕ. ÿлĕмрен çав…
Кăнтăрла çитиччен Шерккей Куçинккасем патне кайса килчĕ — хуçи килĕнче пулмарĕ: ыйткалама кайнă-мĕн.
Пĕччен çынсем патне çитсе пăхмалла ентĕ, Анаткасра Велла йăмăкĕ пĕччен пурăнать. Шерккей унта та çитсе пăхрĕ. Лешĕ хамăн ĕçĕм нумай тет, кĕрĕшсе тĕртетĕп тет, çип арлатăп тет. Мĕн тăвăн çынна, мĕнле ĕçпе ăс çитерет, çавăнпа тăранса пурăнать ĕнтĕ.
Кăмăлсăр таврăнчĕ вăл килне. Кĕрсе тухас тесен, тепĕр çын та пурччĕ-ха ун ĕмĕтĕнче. Анчах Шерккей тăр-кăнтăрла вĕсем патне чарăнсан, çын тем калĕ тесе шухăшларĕ. Арăмĕпе хĕрне çĕре чикни икĕ уйăх иртмен, вăл пур — пĕччен арăм патне çÿре те пуçларĕ тейĕç. Çын сăмахĕнчен ытла хăрать-çке Шерккей. Ялта ăна халиччен кирек кам та лăпкă-сăпă çын тетчĕ-ха. Пĕр усал ят та тухманччĕ. Иртнĕ уйăхра çеç вăл хăй çинчен пĕр лăнккă-ланккă сăмах илтрĕ: ăна Лаша Шерккейĕ теме тытăннă иккен. Илтессе çав сăмаха çынран кăна илтрĕ-ха вăл, мĕншĕн аплах мăшкăлланине пĕлесшĕн пулчĕ те пăхма çук вăтанчĕ, çĕр минне анса каясса çитрĕ: юмăç патне лаша утланса кайнă пулать те, лашине хапхаран мар, крыльцаран утланса тухнă, теççĕ. «Çын сăмахĕ-çке, ун пекки пулман», — теме пăхрĕ Шерккей. Анчах вăл халиччен никама та улталаса курман, хальхинче хăй хĕрелсе намăсланнинченех: Шерккей, ав, пире улталасшăн терĕç. Çавăнтан вара ăна çĕнĕ ят туянтарчĕç: Лаша Шерккей! Çыпăçтарса ярать-çке çапла пĕр-пĕр карма çăвар, ай, тупата! Шерккейĕн хăй ĕмĕрне кăна мар, ачин ачи ĕмĕрне те çитĕ! Мĕн вăл лаша тени? Çын тенĕ пулсан, тепреччĕ хуть, капла… Çук!
Шерккей хăйне çапла тăрăхласа чĕннине туясса лайăх туять-ха, анчах ним те тăваймасть. Ют çын та çукчĕ пек- çке ун чух? Килĕнче кам-кам пулнине, урамра кама тĕл пулнине асне илесшĕн пулчĕ вăл. Тухтар пурччĕ. Тухтар ун пек-кун пек калаçакан çын мар, Шерккей ăна шута илмерĕ. Урамра кама курнине ниепле те асне илеймерĕ. Юрĕ пĕрех хут, Лаша Шерккейĕ теччĕрех-ха, ют çăвара явлăк туртса караймăн. Вăтаннине пула Шерккей тепĕр çын патне кăнтăр çутипе мар, каç тĕттĕмĕпе çитсе килĕп, каласан, вăл яшка пĕçерме те килкелесе кайĕ тесе шут тытрĕ.
Кĕтнĕ вăхăт час çитмест çав. Шерккее паян кун тăршшĕ нихçанхинчен те вăрăм пек туйăнчĕ. Кунĕ хăвăртрах ирттĕр тесе, вăл витери тислĕкне тасатрĕ, Тимрукĕпе пĕрле вутă татрĕ, ăна çурса пĕтерчĕ, купаласса Ильяс купаларĕ. Ачасем урама тухса чупрĕç.
Акă тинех хĕвел анчĕ, кăштах тăрсан, çанталăк тĕттĕмленчĕ. Хĕрсем сăвă каласа иртрĕç, Шерккей хăй çитсе пăхас тенĕ çурталла çул тытрĕ. Çын курасран халĕ те пулин- чунĕ çукчĕ-ха унăн. Çавăнпа вăл тавра çулпа кайма шутларĕ: малтан пахчине тухрĕ, унта вĕрлĕк картине пăхам пекки туса çÿрерĕ, анкарти урлă каçса тăкăрлăка çитрĕ, Çĕнĕ касалла таптарчĕ. Урамра унта-кунта çын çÿрет, пĕри анаталла, тепри Турикас еннелле çул тытать. Шерккей пахча хыçне хăюллăн тухрĕ. Кунта никам та çук, Сетриван Ваççукĕн пахчине çурса кĕрекен варанкă кунта пĕчĕк канав пек кăна. Шерккей астăвать-ха, хăй çамрăк чух çакăнтан кĕлте лавĕпе иртсе пыратчĕ те, каçрăм-каçрăм тенĕ çĕртен, лавĕ тÿнчĕ кайрĕ, хăн аран сиксе ĕлкĕрчĕ… Тахçан пулнă вăл, çапах та асĕнчен каймасть.
Каçхи çил лăпкăн вĕрет. Шерккей мăкаçей кĕлечĕ çумĕпе иртрĕ. Унтан леререх, сăртра, Илтиер арманĕ курăнать. Сарлака çуначĕсем васкамасăр авăсса, халь-халь вĕçсе çĕкленес пек, шатăртатса çаврăнаççĕ. Шерккей пĕр- пĕр ĕçе васкать тейĕн, хытăрах ута пуçларĕ. Акă Анаткас вĕçĕ. Кунта ĕнтĕ вăл хир енчен, таçта Васан ялĕнчен таврăннă пек пултăр тесе, урама кĕчĕ. Çапах та, темĕн сиссе, унăн ăшĕ вăркама тытăнчĕ. «Çынсем пăхса тăмаççĕ-ши? »— енчен енне тĕплĕн сăнаса çаврăнчĕ — çын тавраш мар,, йыт-качка та курăнмасть. «Çавă лайăх та, лайăх та», — терĕ Шерккей ăшĕнче. Вара тÿрех пĕчĕк пÿрт патнелле пычĕ. Пăлтăр хÿтлĕхне çитсе, пÿрнипе майĕпен çеç тăкăр- тăкăр шаккарĕ. Хирĕç сасă илтĕнмерĕ. Шерккей тепĕр хут — хальхинче паçăрхинчен хытăрах тăкăртаттарчĕ.
— Кам унта? —хĕрарăм сасси илтĕнчĕ шалтан.
— Эпĕ-ха, Шерпике, уç-ха, уç алăкна… — татах енчен енне пăхкаласа илчĕ Шерккей. Никам та çуккине шанса, алăк патĕнче тăчĕ.
Сасартăк ăна çак самантра тепĕр майлă шухăш килсе кĕчĕ: луша килчĕ пуль-ха вăл кунта. Мĕне кирлĕ, тепĕр тесен, çак тирпейсĕр хĕрарăма яшка-çăкăр пĕçерме шанни? Ачисемпе те пулин калаçса пăхмаллаччĕ. Кăлăхах вĕсемпе килĕшсе татăлмарĕ иккен. Тем курасси пулĕ тата, Шерпике яшка пĕçерсе парĕ те, çиекен пĕри пулмĕ. Тимрук кăна мар, Шерккей хăй те ăна-кăна ытла тиркешсе çиет. Сайте унăн çав тĕлĕшрен пит тирпейлĕ çынччĕ. Яшка лартас умĕн вăл таса сĕтеле те, таса кашăк-çăпалана та тепĕр хут çуса каятчĕ…
Вăл юрĕ-ха ĕнтĕ. чим, акă пÿртре васкамасăр мăшăлтатни илтĕнет, Шерккей: «Кĕрес-ши, кĕрес мар-ши», — тесе аптраса тăчĕ. Ĕнтĕ кунта кĕрсен те, йăпанса лармĕ-ха, йăпăрт тухса кайĕ.
Алăк хытă чĕриклетсе уçăлчĕ.
— Шерккей, эс пултăн-и çак?
— Эпĕ, эпĕ-ха.
— Атя, кĕр. Пÿртре улах-çке, никам та çук.
Шерккей, тикĕс мар урай тăрăх такăнкаласа, Шерпике умĕн иртсе кĕчĕ. Шерпике алăка питĕрчĕ.
Тĕттĕм пÿртре пăчă. Çĕрĕшнĕ урай шăрши, тăм шăрши— сывлăш çавăрма кансĕр. Килнĕ çын ни малалла, ни каялла иртĕнмесĕр аптраса тăчĕ, тĕпелерехрен кăна тĕнĕ пысăкăш пĕчĕк чÿречерен çĕрлехи тĕксĕм çутă сăрхăнать.
— Кунтарах ирт-ха, мĕн алăк патĕнче тăратăн? —терĕ Шерпике.
— Ăçталла иртмелли те курăнмасть, курăнмасть…
— Ара, тахçан пĕрре хам патăмра пулнă пек астăватăп-çке?
— Тухатланă чух, пĕлтĕр, чĕнме килсен, кĕрсе тухрăм-и çав, — аса илем пек пулчĕ Шерккей.
— Килсе курни аван-ха вăл, ак ирт кунталла, — кил хуçи Шеркее хулĕнчен тытрĕ те, маларах ирттерсе, вăрăм сак çине ларма пулăшрĕ.
— Çуллахи каç тесе, хăйă çутса-туса тăмастăп. Пĕччен пуçпа нимĕн тумалли те çук. Упа пек çав. Ахаль те килен- каян пулмасть ман патăмра. Юрать-ха, эс килсе кĕтĕн. Тепĕр чух çапла иккĕн калаçса ларни те темĕне тăрать.
— Çапла пулмасăр, çапла пулмасăр…
Хĕпĕртенĕ Шерпике унталла-кунталла ирткелесе çÿрет. Хăй пÿртĕнче хăй, тĕттĕм пулсан та, витĕр курать пулас.
— Çиме тавраш хатĕрлесе вăхăт ирттерер мар пуль? Ахаль, çăмарта пĕçерме пулать те…
— Çисе кăна тухрăм-ха, пĕр пĕрчĕ те хыпас килмест, — тÿнчĕ Шерккей.
— Ĕнтĕ эпĕ хам пуçăмпа çавна каламастăп-и-ха? Сирĕн хĕрĕрпе капла инкек пулса тăчĕ иккен. Тупата, кам апла-капла шухăшлама пултарнă?..
— Ан та кала, — йывăррăн сывлăш çавăрчĕ Шерккей.
Вăл çапла сывланинченех Шерпике урăхран Шерккей
хĕрĕ пирки сăмах хускатма кирлĕ маррине тавçăрчĕ.
— Çăкăр-тăвар кам пĕçерсе парать-ши çак янаварсене тесе, кунсерен тенĕ пек пăшăрханатăп вара хам тĕллĕн, — Шерккей шухăшне пĕлнĕ пекех каларĕ Шерпике. Анчах килнĕ çын ун-кун пирки ачисемпе калаçса татăлмасăр хальхинче уççăнах пĕлтерме шутламарĕ,
— Яшкине-çăкăрне пире Пикмăрса хĕрĕ Уття пĕçерсе парать-ха, — тесе кăна систерчĕ.
— Урайне те вăлах çăвать пуль çав?
— Урайне те вăлах çăвать, çăвать…
— И-и, апла иккен. Çуртра унсăрăн юрамасть çав, — хĕрхенсе хутне кĕрес пек, каласа хучĕ Шерпике. — Мăшăрланма иртерех тесе тăратăн пуль çав-ха?
— Ун пирки шухăша та илмен, шухăша та илмен, Шерпике. Ĕçĕм ахаль те нумай-çке…
— Акă тата! Мĕнле ĕç пултăр халь, шăпах ĕçсем пĕтнĕ вăхăтра?
— Пÿрт лартас тесе айланатпăр-ха,
— И-и, илтсеттĕм, илтсеттĕм. Ара, кам каларĕ-ши мана, çав Шерккейсем пÿрт лартаççĕ тесе, Кантюксемччĕ пулас, çавсем каларĕç-ши, халь ниçта кайса кураймастăп, тупата, çавсемех каларĕç пулмалла. Шерккей пуйсах кайрĕ иккен тетĕп. Ак халь, тахçан хăвăра хам каланă сăмахăм та çитрĕ пккен теттĕм-ха.
Шерккей каллех ахлатса сывлăш çавăрчĕ.
— Пуясси пулмасан та, телейлĕ пуласса кĕтнĕччĕ те çав, ĕмĕтленнĕ пек пулмарĕ-çке, Шерпике, — терĕ вара вăл.
— Ытти ачăрсем мĕнле халь тата, чипер сывлăхлă пулсан юрĕччĕ, икĕ ача пулас-ха санăн?
— Иккĕ. Тимрукĕ хама пулăшакан пулчĕ çав ĕнтĕ. Кĕçĕнни те ĕç патне явăçма пăхать.
— Кунĕсем вăрăм пулччăр çав, вăрăм пулччăр.
Шерпике чÿрече патне пырса пăхрĕ. Урамра никам та çуккине кура, лăпланчĕ те каçхи хăна çумнерех пырса ларчĕ.
— Пÿртре ăшă, кансĕрлекен çук, çĕр хута çывăратăп. Савăнатăп-çке, тĕлĕк курса. Анне калатчĕ-ха мана: хĕрĕм, эсĕ ху çураличчен çичĕ кун малтан тĕлĕк курнă тетчĕ. Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и те, пулма пултарнă пуль, халь тесен, ав, çĕркаçа тăватă-пилĕк тĕлĕк куратăп. Пĕлессÿ килсен, пĕлтĕр çав пĕр вăхăтра тĕлĕк курми пултăм та хуйхăрсах типрĕм-çке. Чим-ха ĕнтĕ, мĕнле капла тетĕп, тĕлĕк курми пултăм тетĕп; темле асăнса выртсан та, курăнмастчĕ, элле курнине манатăп-ши теттĕм вара. Кăçал нумай куратăп çав… Тĕлĕксем те, Шерккейĕн, сана çеç калатăп, пĕринчен-пĕри аваннисем. Ак эс килсе кĕрес умĕн кăна çапла тĕлленнĕ те, кукамайпа пĕрле — йывăр тăпри çăмăл пултăрах-ха унăн — пасара тухма пуçтарăнтăмăр пек. Кукамай хăй пĕр сăмах та чĕнмест. Ку, ман кукамай, пит лайăх çынччĕ те, тĕлĕкре курăнса та нимĕн те тарăхтармасть çав—ну, каятпăр ĕнтĕ пасара. Унччен малтан, çапла, пĕр кăмака çăкăр кăлартăм пек: сана кăна калатăп, ырă ят илтессе е тупăш пуласса вăл. Тупата, хам ун чухлĕ çăкăр пĕçерсе кăларнине, курсан та, тĕлĕкре кăна куратăп çав. Çăкăрĕсем сап-сарă, хăпарса кăна пиçнĕ, халь тесен халь çисе пăхассăм килчĕ… Хай, çăкăр кăлартăм та, тух- рăмăр пек ĕнтĕ пасара. Мĕнле çиткеленине астăваймастăп та. Пасарта вара эпĕ кукамая çухатрăм. Вилнĕ çынна çухатни ырра пĕлтерет-ха — аттене курах кайрăм — йывăр тăпри çăмăл пултăрах — арçынна курни тĕлĕкре питĕ аван вăл, çитменнине тата, атте-çке; тĕлĕкре кăна куратăп пулсан та, тăван-çке, савăнтарать мана çапла тунсăхланă чух, вăхăтран вăхăта килкелесе — çавă та пулни лайăх теместĕп-и? Çапла çав, атте мана вăрăм чĕн тилхепе илсе пачĕ пек: япала пани лайăх-ха вăл, тилхепи çула пĕлтерет, ак, ырансенче пĕр-пĕри ман пата килсе кĕрет те, атя та атя тесе, йăлăнма тытăнать. Чухласса тĕрĕс чухлатăп та, ăçтан килессе кăна пĕлейместĕп — ют ялтанах килеççĕ пуль тетĕп-ха. Ак каларĕ тесе калăн, ыран ирпе ирех килеççĕ. Мана мĕн, килччĕрех, хисеплĕ ĕçĕмпе эпĕ хам та кÿршĕ яла çитсе килме ÿркенместĕп, уншăн урам татăлса ÿкес çук, кăштах çăкăр хутне кĕни те маншăн тесен, мĕне тăрать…
— Çавă ĕнтĕ.
— Э, халь кăна асăма илтĕм тата; унччен малтан тепĕр тĕлĕк куртăм иккен-ха. Кăсăк çав, чăнах, каласа пама та аван мар…
— Кала ĕнтĕ. кала, — терĕ Шерккей еккине янă юмăçа, хăй пĕр сăмах пуçласа калама аптранăскер. Шерккейшĕн пулсан халь вăхăтне мĕнле те пулин çапла ытахальтен тăсса пултăр, унтан кунта мĕнле килсе кĕнĕ, çаплипех тухса кайĕ. Ĕнтĕ сисрĕ вăл хăй кунта луша килнине. Тен, ачисем те килне таврăнчĕç пуль, атте ăçта кайнă тесе, пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ пуль…
— Ара çав, пĕр кăсăк пулса иртрĕ тетĕп-çке. Сана кăна калатăп та, тĕлĕкĕмре ман çума темле пысăк йытă çулăхрĕ пек. Йытăччĕ-ши вăл, упа пулмарĕ-ши тесе те иккĕленетĕп халь акă. Кай, тупата, ун пек пысăк йытă пулсан та, тĕлĕкре кăна курăнать пуль çав. Кушак лаша пек пысăкки пулать, тет те, йытă та пур-тăр çав. Эс, Шерккей, курман-и çавăн пек пысăк йытăсем?
— Курман, курман…
— Тĕлĕкре усал йытă курăнсан, кампа та пулин хирĕçеççĕ ĕнтĕ, ăна çапла иккенне кĕтсех тăр, — сăмахне малалла тăсрĕ Шерпике. — Ку ытла йăваш йытă пулчĕ çав. «Тепе», — тетĕп çакна. Хăй ачашланать пек çапла, ача пек ĕнтĕ. Йытта, хăй, нях тесе йыхăратпăр-ха, няххаçăм тетĕп те çакна, хам çумах пырса сĕртĕнет пек. Калам-ха сана, — Шерпикен сурчăкĕ Шерккей питнех сирпĕне пуçларĕ, — тинкеререх пăхатăп пек те хайхискере, йытă та мар пулчĕ, чипер арçын пулчĕ тăчĕ, ăсран кăна кайăн çав! Арçынни, калам сана, Шерккейĕм, сан пекех платна кăна çын та, курсан çеç савăнмалла ĕнтĕ. Пилĕкĕмрен ыталать пек, пĕçĕмрен шăлать пек… Ахаль, ун пек-кун пек ар шучĕпе пурăнмастăп та, хĕр пуççăнах çамрăклăхăм иртет мар-и?.. — Шерпике ун çумнерех сиксе ларчĕ. — Тĕлĕк çынна çамрăклатать, теççĕ те, эс те куркалатна çавăн пек тĕлĕксем?
— Тем, астусах каймастăп та, куркалатăп, куркалатăп пулмалла, — сасси хăйне ют пек илтĕнчĕ Шерккейĕн, пырĕ тĕпĕнче темĕн тытăнса тăчĕ. Хăй çумĕнче хĕрарăм пурри, унăн хăйне кура вĕри сывлăшĕ Шерккейĕн халиччен пытанса тăран туйăмне хускатрĕ. Çакăнтан хăранипех вăл кунта кĕресшĕн марччĕ çав. Пÿртре сивĕ мар пулин те, Шерккей темле çÿçеннĕ пек пулчĕ. «Епле апла?.. Епле апла?.. »—хăй ăшĕнче çине-çине ыйтрĕ вăл, анчах путлĕн нимĕн те тавăрса калаймарĕ. Çапах та хăйне чипер тытма тăрăшрĕ-ха, килнине никам куракан пулманниех ăна кăшт та пулин лăплантарчĕ: с кам та пулин асăрхарĕ пулсан?.. Тĕтĕмсĕр вут тухмасть, теççĕ ав, ял çинче темле сăмах- юмах илтес пур, сыхланă пĕлмесен, ырă ят кайма пултарать. Çак йĕркесĕр юмăç патне çулăхиччен, пĕр-пĕр çĕрте вăл халран кайса ÿкиччен хăма çурнă пулĕччĕ, çавă та уншăн çăмăлтарах пек туйăнчĕ. Капла вара…
Юмăçăн вĕçĕмсĕр тĕлĕкĕсене Шерккей урăх итлесшĕн пулмарĕ. Сăмаха мĕнле те пулин тепĕр май çавăрма хăтланса, вăл Шерпикене тĕрлĕ майпа чăрмантарма шут тытрĕ.
— Вăхăтна, вăхăтна мĕнле ирттеретĕн çак? —терĕ вăл, сăмахĕ ытла хавшак та вырăнсăр иккенне вăтанчăклăн туйса.
— Вăхăтăма мĕнле ирттернине пĕлесшĕн иккен-ха эсĕ, — терĕ Шерпике. — Мĕн вăл, ман пек хĕрарăмăн? Иртет ĕнтĕ майĕпен, хăй тĕллĕн. Кунĕ вăрăм халь, кутăруçăн аякка кайса çÿресе пулмарĕ, пÿрт умне тухса ларсах кун çутине сÿнтеретĕп. Манăн çавăн пек-çке, выльăх пăхас тертĕм çук, пĕртен-пĕр тĕпеклĕ чăхă пурччĕ те, ăна та пулин кÿршĕ автанĕ ерте-ерте кайса çуртран пистерчĕ. Пусса çирĕм вара. Пит мăнтăрччĕ, çăвĕ çур кĕрепенкке патне пуçтарăнчĕ. савăнтăм-çке хам та, тукмакĕ, сана калам, алă шăши пысăкăшчĕ. Ах, епле пысăк чăхсем пулаççĕ. Халь ĕнтĕ çуртăмра шăшипе арланран урăх нимĕн те усрамастăп.
— Арлан?
— Арлан пуль çав, ара. Тĕпсакайне таçтан вĕреннĕ те пĕтĕмпе шăтарса пĕтернĕ. Пĕлтĕр унта эпĕ хăш чух чăкăтпа хăйма тыткалаттăм та, çавсене пула вĕреннĕ пуль-и… Ара. Çаплах кун кунлатăп çав, хĕвелпе пĕрле кĕрсе çывăратăп. Вăрансан та вырăсла апат çити çемçе тÿшекĕм çинче выртатăп, саççим. Тÿшекĕм аван манăн. Мамăк тÿшек. Асаннеренех юлнă-ха вăл пирĕн, сарлака та вăрăм, иккĕн выртсан та шăпах. Ак кăтартам-ха сана… э, халь курăнмасть иккен, тепрехинче кăтартăп-ха… Кăнтăрла çитиччен те хускалмастăп, — сасси ытла янăранă пекрех туйăнчĕ пуль хăйне, Шерпике малалла шăппăн калама тытăнчĕ: —Шерккей, ак, кур-ха, эп кăштах чĕкелтĕм пулас, сана кăна калам та, мăнтăрлаитăм пек, ме, хыпашласа пăх-ха хул шăшине, — кÿршине вăл аллинчен тытрĕ те хул шăшине хыпашлаттарчĕ, хăй тата çумнерех хĕсĕнсе ларчĕ. Шерккей аллине вĕçертмерĕ вăл, хăйĕн пилĕкĕ тавра явтарчĕ, месерле питех те каçăрăлса карăнса илчĕ. Шерккейĕн тар тапса тухрĕ.
— Эпĕ… эпĕ сан патна пĕр çăмăлпа, пĕр çăмăлпа килсеттĕм, — терĕ вăл, чĕтренсе тухакан сассипе сăмахсене аран пĕр-пĕринпе килĕштерсе, анчах унăн хăйне çирĕп тытас хăвачĕ чакнăçемĕн чакса пычĕ, чăтăмĕ пĕтнине хăй те сиссе юлаймарĕ, Шерпикене ирĕксĕрех хăй патнелле туртса илчĕ.
— Пĕлетĕп. Пĕлместĕп тетне сан çăмăлна?.. Чим-ха, чим, и-хи, — ихĕлтетрĕ Шерпике. — Кил кунтарах, кил-ха эс, ман тÿшеке кур, епле çемçе… Няххаçăм, ман няхха…
…. Автан иккĕмĕш хут авăтрĕ.
Шерпике хăйĕн каçхи хăнине шăппăн ăсатасшăнччĕ, алăкне тем пек хуллен уçма тăрăшрĕ, çавна пула алăкĕ, тарăхса кăшкăрнă пек, вăрахчен чĕриклетрĕ.
— Ыран тата кил, çăмарта пĕçерсе хурăп, — терĕ вăл Шерккее.
Шерккей ырă та, хаяр та чĕнмерĕ. Вăл каялла та çаврăнса пăхмарĕ. Урамра çын çук-и тесе, каçхи лаша вăрри пек, пĕр вăхăт хушши сăнаса тăчĕ. Çын тавраш курăнмарĕ.
Вăл каллех хир еннелле тухрĕ. Хăй хыççăн такам пĕри халь-халь хуса çитсе: «Эс кунта мĕн туса çÿретĕн-ха çĕр варринче? »—тесе кăшкăрса ыйтассăн туйăнчĕ ăна. Шерккей васкаса утма тытăнчĕ, унтан чупа та пуçларĕ. Урăхран çак пĕчĕк çурт енне, çав Анаткас вĕçне çаврăнса пăхмашкăн та хăрарĕ вăл. Акă — пахча хыçĕ. Мăкаçей кĕлечĕ. Илтиер арманĕ. Кĕлте лавĕ тÿннĕ вырăн. Çĕнĕ кас. Кунта чупма юрамасть. Лачкам шыва ÿкнĕ хăй, çамкине çаннипе шăлса илчĕ. Тăкăрлăкран вĕрлĕк урлă каçса кĕресси тем мар. Çăра сывлăм ун урине йĕпетет. Шерккейĕн йĕр хывăнса юласран чунĕ çук. Никам та курмасть-ши?.. йĕркеллĕ çын ăçта çÿретĕр çак вăхăтра?.. Хăй килне кĕчĕ. Ачисем тутлăн çывăраççĕ. Çывăрччăрах, çавă аван та, Шерккей кутник сакки çине тĕренчĕ.. Вырăн сарса хунă иккен ун валли. Тимрук-ши, Ильясĕ-ши? Тÿшекĕ унăн хăйĕн тата çемçерех иккен… Пурнăç те ĕнтĕ. Юрать-ха, ăна никам та курмарĕ, Шерккей тинех канса сывлăш çавăрчĕ. Енчен ыран ачисем; «Атте, эс каçхине ăçта пултăн? »— тесе ыйтсан, хурал пÿртĕнче çĕмрĕлсе лартăмăр, вăхăт нумай иртрĕ-çке тесе тÿрре тухĕ ĕнтĕ.
Кантăкран ирхи кăвак çутă çапрĕ. Йывăр шухăшсене аса илес мар тесе, Шерккей чаппанĕпе пуç çийĕнченех витĕнсе выртрĕ…
Ирхине, хĕвел тухса сарăлсан, Тимрук акă ашшĕ патне пычĕ те хулпуççинчен хуллен çеç силлесе вăратрĕ.
— Атте, Илтетне, атте! —терĕ вăл майĕпен çеç.
— Мĕн? — куçне чармакласа уçрĕ Шерккей, унтан, хăрах чавси вĕççĕн çĕкленсе, Тимрука пăхса илчĕ: —Çутăл- чĕ-им? Çутăлчĕ-им?
— Çутăлни-мĕнĕ, паçăрах хĕвел тухрĕ. Вăл тем мар-ха, атте, тăр тетĕп…
Шерккей тăрса ларчĕ. Ик аллине ĕнси тĕлĕнче тытса, тутлăн карăнса илчĕ, унтан тарăн анасларĕ, вырăнне пуçта рмасăрах хутлатса хучĕ.
— Урамра, ав, темĕн туса тухнă…
— Камсем? Мĕн туса тухнă?
— Камне кам пĕлет унта… Тухса пăх-ха.
— Мĕншĕн, мĕншĕн ман тухса пăхмалла вара унта?
— Тухса пăх тетĕп-çке.
Тимрук çине тăрсах çапла калани Шерккее килĕшмерĕ. Вăл çарран, тăрмакланса тăракан çÿçне аллипе шăлкаласа, аялти кĕпе-йĕм вĕççĕнех урамалла тухрĕ те тĕлĕнсе кайрĕ: шăпах унăн крыльци патĕнчен пуçласа анаталла каякан аслă урам варрипе, шит сарлакăш пулĕ, вĕр-çĕнĕ хăма кĕрпи сапса тухнă. Кĕрпине хăйĕн пури патĕнченех çĕкленĕ пулмалла. Ку йĕр мĕнле йĕр иккенне Шерккей çийĕнчех ăнланчĕ, вăл ăçта çити кайнине те тĕрĕс чухласа илчĕ; пĕр йĕкĕлти çăвар çавăн пек хăтланнă ĕнтĕ, çав йĕр мĕн Шерпике çурчĕ патне çитиех пырать… Шерккей çÿçпуçĕ вирелле тăрса кайрĕ, çанçурăмне сивĕ çапрĕ, кăшкăрса йĕрсе ярĕччĕ те, ывăлĕ умĕнче калама çук намăс. Ывалĕ умĕнче кăна-и? Паянах пĕтĕм ял çакăн çинчен сÿпĕлтетме тытăнать. Мĕн ыррине кĕтмелли пур, урампа кашни кун иртсе пымассерен — миçе çула пырĕ-ши çавă? —ялти кашни çын ăна, пÿрнепе тĕллесе: «Авă, пăхăр-ха, пăхăр-ха, Шерккей епле вĕçтерсе пырать, вăл аскăн Шерпике патне çÿреме çул такăрлатнă! »— тесе калаççех ĕнтĕ. Çак хыпар Шинкĕл патне çитсен-и? Велюш патне çитсен-и? Темĕскер шухăшласа, темĕскер хушĕç те çичçĕр минне анса каймалла юптарĕç. Тĕнче кулăшĕ çав, эх, пурнăç те ĕнтĕ çакма!.. Çын мар, хăйĕнчен йытă та ахăлтатса кулассăн туйăнчĕ Шерккее. «Няххаçăм, ман няхха… » — асне илчĕ вăл каçхи сăмаха. Няхха пулмасăр, шăпах няхха ĕнтĕ хăй те. Ыррине кĕтес пирки пĕр шухăш та çук, ак Шерпике хăех ял тăрăх килĕрен киле çÿресе; «Ман пата Шерккей çÿрет», — тесе кашни çын умĕнче мухтанĕ-ха: çав вăтанма пĕлмен Юмăçран тем те кĕтме пулать. Ах, чавса çывăх та, çыртма çук…
Тимрукĕ те ун умĕнче.
— Мĕн пăхса тăратăн тата?.. Шăл хăвăртрах! Хамăр умран та пулин, умран та пулин шăлса тасат! —хушрĕ вăл Тимрука чĕтресе. тухакан сассипе.
— Мĕнпе шăлса тасатас? —ыйтрĕ Тимрук.
Аслă урамăн тăршшĕпе сарса тухнă хăма кĕрпи йĕрне шăпăрпа шăлса мар, кĕллĕ шывпа çусан та, тасатса пĕтерме çук. Çавна Шерккей хăй те лайăх ăнланать. Çак мăшкăл йĕр ĕмĕрне тасалмасса туйрĕ те вăл, аллипе çиллессĕн сулса, пÿртне хăвăрт кĕрсе кайрĕ.
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Кунсем уяра кайрĕç. Хĕвел ир пуçласа каçчен çĕр питне хĕрхенÿсĕр хĕртет. Акнă тырăсем шанма тытăнчĕç, ял таврашĕнчи çерем типсе хуçăлакан пулчĕ, пусăри шыв чакнăçемĕн чакрĕ, çырма-çатрасенче те шыв типрĕ, тĕллĕн- паллăн çеç куçланкаласа тăракан пулчĕ, кÿлĕсем ăшăхланчĕç, пĕчĕкленчĕç. Чарусăр хăрушă выçлăх килсерен алăкран шакка пуçларĕ. Селиме путса вилнĕшĕн пÿлĕх пире çапла тавăрать теме тытăнчĕç ялти хăшпĕр çынсем.
Нямаç айăплă та, Кантюк айăплă тенĕçемĕн ылханас сăмахсем ламран лама çаралчĕç, каярахпа Нямаçне те, Кантюкне те хăйсен куçĕ умĕнчех ылханакансем, йывăр сăмах калакансем, инкек сунакансем йышлă тупăнчĕç.
Пĕр ирхине Кантюксем патĕнче ĕçлекен Серпи крыльца урайне çунă чух вунă пуçлă вĕр-çĕнĕ кĕмĕл укçа тупнă. Серпи çав укçа çинчен кил хуçи арăмне калать парать, укçине те ăна тыттарать. Ырра пĕлтермен вара çак тупсăм. Пăшăрханса ÿкнĕ Алиме çакăн çинчен упăшкине хыпар тăвать. Кантюк пĕрре шуралса та тепре кăвакарса каять, мĕн тăвăпăр та мĕн тăвăпăр тесе, мăшăрĕпе иккĕшĕ те ахлатса тарăхма тытăнаççĕ. «Çакăн хыççăн кĕтсех тăрăпăр ĕнтĕ çурта пĕр-пĕр хура инкек çакланасса: е хамăн ÿксе вилмелле пулĕ, е санăн куçу хупăнĕ», — тет Кантюк хăйĕн арăмне.
— Кайса кил-ха пĕрех хут Шерпике патне те пулин, вăл мĕнле канаш парса ярĕ тата, —терĕ вăл Алимене.
Шерпике çинчен ялта çак кунсенче темле сăмах çÿрет: Шерккей урçа, имĕш, ун патне пурăнмаллипех куçнă пулать, пур пек тыррине те юмăç патне турттарса кайнă, тет те, миххисене шанчăклă çыхăнман, тет, тыррине çул варрипе-мĕн Шерпике патне çити тăкса пынă, тет, çав тырра халь те пулин ял чăххисем сăхса пĕтереймеççĕ, тет. Теприсем тата Шерккей кашни каç юмăç патне çÿрет теççĕ, ÿлĕмрен çÿрес йĕркене пĕлтĕр тесе, хăйсем патĕнчен пуçласа мĕн Шерпике патне çитичченех улăм сарса тухнă теççĕ. Çавăнтан вара, имĕш, Шерккей çуртĕнчен тухми пулнă, тет, хăй патне те никама кĕртмест, тет. Кай, тупата, çын тени тем те шухăшласа кăларĕ çав. Шерккее те ун пекех хăртса пĕтермен пуль-ха, хăй килĕнчен тухмасть пулсан, юмăç патне те пурăнмаллипех куçман пуль-ха тесе шухăшларĕ Алиме. Чĕлхен чаракĕ çук, калаçĕç-калаçĕç те чарăнĕç, Шерпике тесен—камăн ĕç пур-ши çав мĕскĕне çулăхма…
Кирек мĕнле пулсан та, Алиме хăй тăвас ĕçе вăраха ярасшăн пулмарĕ, тупнă кĕмĕлпе мĕн тумалла-ши тесе, юмăçа кайрĕ.
Шерпике çапла кам хаяр тухатлама пултарнине çийĕнчех пĕлмерĕ, ÿлĕмрен пĕлсе пулмĕ-и-ха, вара калăп терĕ. Алимене ÿлĕмрен каласси-мĕнĕ кирлĕ марччĕ-ха, уншăн çак инкекĕн вĕçне тухасси хаклăччĕ, сăлтавне те пĕлесшĕн пулчĕ. Сăлтавĕ паллах иккен: ялта кăçал пÿкле вилĕм пулчĕ. Ăна, ав, Кантюксем ячĕпе çыхăнтараççĕ, эппин кураймасăр тăракан çынсем пурах ĕнтĕ, авă çанталăк та кăçал пит типĕ тăрать: выçлăх пуласса вăл. Çав Шерккей хĕрне мĕнле те пулин асăнмалла мар-ши терĕ. Кантюк ĕлĕкхи чăваш йăлипе мĕн те пулин ирттерме ăс çитереймĕ-ши тесе канаш пачĕ юмăç. Пĕтĕм ял халăхне тĕлĕнмелле ĕç пулса ирттĕр, вара суннă çилĕ тин таврăнать. Унсăрăн, ав, каçсем шанчăклăх мар, теççĕ, çурт-йĕре вут чĕртсе ярĕç-и, выльăхсене мур парса пĕтерĕç-и, сыхланмалла çав тесе, канаш пачĕ Шерпике.
Кĕмĕл укçа тупасси пĕр Утламăшра çеç пулса иртекен ĕç мар иккен, ун пекки вăл ытти ялсенче те пулкаланă. Инкек ан виттĕр тесен, тата акă мĕн тумалла; Алимен халех тарай енчĕкĕ çĕлемелле, хура хăйăвĕ вĕçне вунçичшерлĕх кĕмĕл яртармалла. Енчĕкре çав тупнă кĕмĕл çумне, икĕ-виçĕ хут та пулин ÿстерсе, укçа хумалла та пĕр-пĕр куç ÿкекен хаяр çын картишне — пуянраххисене пулсан усси пысăкрах — леçсе пăрахмалла…
— Апла та ĕç ăнмасан, вут-амана асăнмалла пулать.
— Ăна тата мĕншĕн? Мĕнле майпа? — ыйтрĕ Алиме.
— И-и, тăхлачă, сăлтавĕ Шерккейсем пирки-çке. Пĕрпĕр типĕ вăхăтра ялта каçхи тĕттĕме Шерккей çурчĕ çутатмĕ-и? Вăл ĕçе эпĕ хам тăваяс çук та, кама та пулин кĕрĕштермелле пулать. Велюша килĕштерме пулать. Алапа Велюшне. Курка эрехшĕн вăл яла сутма пултарать. Ку ĕнтĕ ĕç ăнмасан тетĕп-ха…
Алиме юмăç сăмахне итлет-итлет те пуçне сулкалать: кунта мĕн каланине пĕтĕмпе асра тытаяс та çук.
— Ху пумăшмăн-и хăшне-пĕрне тума, — тесен, Шерпике çав тарай енчĕкне çĕлеме хăех пулăшма пулчĕ, çĕлесен ыранах илсе пырăп терĕ.
Алиме çак сăмахсене пĕтĕмпе тенĕ пек чĕре патне илчĕ, килне таврăнсанах Кантюка каласа пачĕ. Тĕшмĕшрен ахаль те вилсе каяс пек хăракан Кантюк хуйха ÿкрĕ. Кам пĕлет-тĕр те, кунсем уяр тăни, чăнласах та, çав Шерккей хĕрĕнченех килет пуль. Асăнас-тăвас пулсан, тен, пĕр ĕнине пуснă пулĕччĕç весем, анчах унпа инкек иртеймесен?..
Кантюкпа Алимене халь урăххи шухăшлаттарать: ялйыш вĕсене куç умĕнчех инкек-синкек суна пуçларĕ, Çĕнĕ Ыр çĕрĕ пирки те ытла кĕвĕçеççĕ, тем курса тăрасси пур, чăнласах та çуртне вут тĕртсе ярĕç-и, выльăхне лĕпĕ çитерсе вĕлсрĕç-н, вăл-ку пуласран вăхăтра пăрăнас тесен, халех мĕн те пулин тумалла. Мĕн? Пуç çине ÿкнĕ шухăша калама çеç пулать ăна та, мĕн тумаллине пĕлменни кастарать, авалхи йăлапа, тет, иккен. Апла та ĕç тухмасан…
Авалхи йăлапа мĕн тăвасса Кантюк хăех пĕлкелет те, пĕччен те иккĕн тумалли ĕç мар-çке вăл. Е малтан пĕр-пĕр ват çынпа канашласа пăхсан?..
Кантюк лавккана кĕрсе Нямаçа чĕнчĕ, иккĕш каçхине Савантейсем патнелле утрĕç. Çулне вĕсенне пĕр кушак та татмарĕ, пушă витрепе пыракан хĕрарăм та куçа курăнмарĕ. Савантейсем патне çитеспе çеç пĕр анранă йытă çул урлах каçса кайрĕ. Йытă тем мар-ха, тепĕр тесен.
Савантейсем Кантюксенчен анатрарах пурăнаççĕ. Икĕ пÿрт варрипе сарлака крыльца тухать. Крыльцине сарăпа та кăвакпа сăрланă. Чĕнтĕрлĕ чÿречесем. Пÿрт умĕнчи лутра ракаткаран паçинапа чие чăтлăхĕ курăнать. Çинçешке те çÿллĕ улма йывăçĕ кÿршĕри Патиерсен пахчинелле тайăлнă.
Нямаç шаккасан, кил хуçи арăмĕ тухса алăк уçрĕ. Килнĕ хăнасем шалалла васкамасăр кĕчĕç.
— Хисепĕм те сăвапăм çиттĕр çак çуртăн ывăль-хĕрĕсене!
— Э-э, хăнасем килеççĕ-çке! Чиперех-ха, чиперех, — сассине тăсарах хапăлларĕ Савантей. — Иртĕр-ха тĕпелелле! Епле хисеплесе килме пĕлтĕр, чăнах!.. Карчăк, эс ăçта-ха çак?
Савантей хăйă çутса ячĕ. Çиччĕ лампине тăрпи хăрăмланас пек çутатмалла хăпартрĕ. Çап-çутă пулса тăчĕ. Пÿртре таса. Урайне сарăпа сăрланă, кăмакине иртнĕ кунсенче кăна шуратса кайнă пулмалла, саксем çине кашма сарнă. Савантей кукша пуçне аллипе шăлкаларĕ, хăй мăшăрне куç хĕссе илчĕ.
Кантюк шлепкине хывса çакрĕ, сак çинчи кăшмана аллипе хыпашлакаласа, майĕпен çеç тĕренсе, сак хĕррине ларчĕ.
— Эпĕр килтĕмĕр-ха. Аçу мĕнле пурăнать тетпĕр-çке. Иртсе пыруçăн асăмăра илтĕмĕр те Эпселем папая кĕрсе курар-ха терĕмĕр. Ара.
— Атте-и? Калама кирлĕ, аптракан марччĕ-ха вăл… Атте, Илтетне? Тăрса ан-ха кунталла, епле хаклă хăнасем килнĕ те…
Пулаччи çинче ĕххĕмлетсе ÿсĕркелени илтĕнчĕ.
— Илтетĕп-ха, илтетĕп… Кантюк шăллăм пулмарĕ-ши терĕм-ха, — Эпселем, çÿлтен кăштăртатса анса, хăнасене алă пачĕ. Шурă кĕпи унăн чĕркуççи таран, пиçиххине лăнчă çыхса янă, тĕпленĕ кăçатă тăхăнчĕ, кăвак йĕмĕ курăнсах та каймасть.
— Эпĕр ак çĕр варринче ырă çынсене чăрмантарса çÿретпĕр-çке. Хальччен кун пек пулакан марччĕ те, тем, тухса çÿрес килчĕ, ыйхă вĕçнĕ хушăра шапăлтатса ларăпăр-и терĕмĕр. Ара. Айăп ан тăвăрах ĕнтĕ… Кĕçĕннисем мĕнле пурăнаççĕ-ха тата?
— Ачасем, — Савантей кукша пуçне кăтăр-кăтăр хыçрĕ, —Терентей выртмара-ха, Наççу пахчара улма çумларĕ те, тепĕр пÿрте кĕрсе выртрĕ пулас. Чиперех пурăнаççĕ-ха, пÿлĕхе шĕкĕр.
— Атьăр, атьăр, сĕтел хушшинерех сиксе ларăр-ха, — терĕ Эпселем, кинĕ сăра ăсса кĕрсе сĕтел çине тирпейлесен, — канăçа пĕлместĕн иккен-ха, Кантюк шăллăм, вашлаттарса кăна çÿретĕн.
— Ара. Çавна каламастăп-и, чăрмантарса çÿретпĕр çав,
— Чăрману тетĕр. Менле чăрману вăл? Пирĕн пекки çавна савать те. Миçесем пуçтартăмăр-ха, Кантюк шăллăм?
— Калăмра утмăл саккăр çине кайрăм çав ĕнтĕ, çитмĕлелле туртатăп, Эпселем папай.
— Эпĕ тăхăрвунна çитрĕм. Аттене çĕр виççĕре куçне хуптартăм та, тата пĕр вуннă пуçтарăнма кирлех пуль тетĕп-ха… Сывлăхăм пыратчĕ-ха, куçăм витерсех пăхăнми пулчĕ, çав кăна. Ахаль, кăштăртаткаласа çÿретĕп-ха, пÿлĕхе шĕкĕр.
Савантей арăмĕ пуçламан çăкăр илсе килсе сĕтел çине хучĕ.
— Алиме акай мĕнле çÿрет-ха, халь те хĕр пек-и? — терĕ вăл хĕрĕнни пек илемлĕн янăракан сасăпа.
— Вăл, тем, кăçал кăштах йăша пуçларĕ-ха, каç пулсанах выртса çывăрать.
— Кун иртет те, каç иртет, çав пулать ĕнтĕ вăл пурнăç тени пирĕн тĕле. Кил-ха, пăяхам, ĕçсе пар-ха çак алтăра, — терĕ Савантей арăмĕ, — сăри кăштах çеçкеленнĕ пек те, ĕçмешкĕн уçă пулма кирлĕ. Кил-ха.
— Ĕрехмет, тăхлачă. Сĕнсе панă алтăр — чун уççи.
Нямаç кунта та эрехне чиксе килме ăс çитернĕ. Ун ашшĕ çавна сисмене хыврĕ. Сĕтел хушшинчи çынсем кăмăллăн кулкаласа илчĕç.
Эпселем тахçан Кантюк туйĕнче мăн кĕрÿ пулнă иккен, арçын туйне ертсе çÿренине астăвать, ташланă чух ура тапмассерен юман урай хăми авăнатчĕ тет. Çавна Кантюк хăй те лайăх астăвать-мĕн, Эх, кунсемччĕ çав та. Халь-и? Эпселем майĕпен кăштăртатса çÿрет-ха килĕнче. Çавă лайăх та. Кун чухлĕ пурăнсан та кăштах канмасан, епле вăл? Ахаль, аптрамасть-ха Эпселем. Иртнĕ калăмра ретре çÿренĕ чух вăл тулли эрехле куркана пуç тÿпине лартса тумлам тăкмасăр ташласа кăтартнă. Ташласа пĕтерсен, эрехне ĕçсе янă та куркине урай тăрăх кăлтăр! кустарса янă. Çынсем тĕлĕнсе пăхса тăнă.
Эпселемĕи çÿçĕ, кĕçеленнĕ йĕтĕн турашăль пек, кăтра
та шап-шурă, кăтрине пула пуçне тем пысăкăш кăтартать; ватăлса çитнĕ май курпунĕ те ытларах тухнă, хăй ĕлĕкхинчен кăштах пĕчĕкленнĕ пек, Урамра иртсе çÿренĕ чух туйине хăйĕнчен хăвармасть.
Килĕшÿллĕн пырать сăмах-юмах. Кантюк Савантейсене Чаткасри Палюк тĕрмерен тарса таврăнни çинчен хыпар турĕ. Леш, пиклăй çав. Вăл ăна: «Хам куçăмпа хам куртăм», — терĕ, Каллех халăха пăтратма килнĕ ĕнтĕ. Унăн турри те, тÿрри те çук. Нямаç тиеке пĕлтерчĕ-ха ун пирки. Савантей те, Эпселем те çак ырă хыпара, тем, хапăлламарĕç. Пиклăй килнĕ те, вăл татах мĕн те пулин хускатма пултарать-çке?.. «Пултарасси-мĕнĕ, çынни вăл йĕркеллех пулма кирлĕ-ха», —терĕ Эпселем. Тăванĕсене чипер паллать имĕш. Вăл çапла-ха ĕнтĕ. Халăха халь акă урăххи пăшăрхантарать; кунсем пит уяр тăраççĕ. Курăк ĕнсе кайрĕ. Улма çулçи пĕтĕрĕнет, çумăр пуласса çитес кунсенче кĕтме çук; хĕвел яланах шуралса анать. Ялта авă пÿкле вилĕм пулчĕ те, çавă тытать пулинех.
— Кам пĕлет ĕнтĕ ăна, — йывăррăн сывласа ячĕ Эпселем, — халăх выçăхать-çке капла кăçал та.
— Ан выçăхчăр тетпĕр çав та. Ара. Мĕн тума пулать-ши, Эпселем папай? Эс пĕлекен çын, пире вырăнлă сăмах калама пултарнă пулăттăн.
— Элюкка шухăшлать пуль-ха. Вăл старăстă. Мăкаçей кĕлетĕнче тырă пур-çке, çавна та пулин валеçсе памалла.
— Мăкаçей терĕн… Черечĕ унта та çитĕ-çке. Ара, Ял халăхне нумай тăрантарăн-и унти тырăпа?.. Ăна вăрлăха та пулин хăвармалла тăвасчĕ…
— Çуккине ăçтан пур тăвăн? Манăн çăлман капан пĕрре кăна, ăна çапса валеçме пулĕ те, çитмест. Санăн, Кантюк шăллăм, хĕрĕх ураллă клатсем вунă та пулмалла пек астăватăп-ха.
— Чим-ха, Эпселем папайăн, кÿршĕ чăххи вăл тепĕрне кăркка пек курăнать. Çапла каламан-и-ха ваттисем, Ара. Çын пахчинче унта вуннă мар, вуниккĕ те шутласа çитерĕн. Сăмахăмăр урăххи çинчен пымалла пуль тетĕп. Ара…
— Апла шухăшна пĕлеймерĕм иккен-ха.
Кантюк тулли алтăра, кана-кана ĕçсе, аран пушатрĕ те сайра мăйăхне шăлкаласа илчĕ.
— Выçлăх-мĕн пулсан, вилессе хамăр вилмĕпĕр те, вĕçĕ-хĕррисĕр инкек пуласса кĕтсех тăр — чир-чĕрĕ унта, чикĕшÿ-çарату…
— Елĕксем, хам астăвасса, ун пек чухне ял тавра хĕр аки ирттеретчĕç те, тем ăна та халь шансах пĕтерейместĕп çав.
— Шăпах çавăн пекки çинчен калаçса пăхасшăн та эпĕ санпа.
Кантюк ватă Эпселем çине чăрр! пăхса илчĕ, сĕлĕ пĕрчи пек хĕсĕк куçне çине-çине мăчлаттарма тытăнчĕ. Унăн çурма уçă тути хальтен халь мĕнле те пулни кĕтмен сăмаха çирĕплетмешкĕн хатĕрленсе тăнăн курăнать. Эпселем чĕнмест. Çăра та шурă куç харши витĕр çак хăна тата мĕн калас пур тенĕ пек сăнаса пăхать вăл. Эпселем чĕнменнине пула, Кантюк, сăмахсене сайран çеç пуçтарса, çапла каласа хучĕ:
— Çырма-çатрара шыв çук, çăлсем типеççĕ. Ĕлĕк чух— эсĕр çакна манран та лайăх астума кирлĕ — катаран çĕр вăрласа килетчĕç, шыв вăрлатчĕç. Шухăша илтĕм те-ха, калаçса пăхас терĕм, Эпселем папай, халь çав йĕркене мантăмăр пулать ĕнтĕ.
— Иртнĕ кунăн çути çук, халь тинех ăна мĕн аса илмелли пур, йĕркине те пĕлес çук ĕнтĕ.
— Эс пĕлессе шанса килтĕмĕр те. Тархасшăн, вĕрентсе хăвар пире çавна, Эпселем папай.
Эпселемĕн шап-шурă куç харши çăра та вăрăм, шалтан пăхакан куçĕ чĕнтĕрлĕ шăналăкпа пĕркеннĕ пек тинкерет, Куç харши витĕр тинкерсе пăхрĕ вăл хăйне хирĕç чавсаланса ларнă Кантюка та. Лешĕ куçне мăчлаттаркаласа илчĕ, сăмахĕ йăлăннă пекрех тухнăшăн ÿкĕнем пек турĕ.
— Терчĕ пысăкрах тетĕн пуль-ха ĕнтĕ. Ара.
— Терчĕ-мĕнĕ тарам-ха, Кантюк шăллăм, ĕçĕ илемсĕр-çке. Эс пĕлетне мĕнрен хăрассине?
— Вăл паллă-ха мана, Эпселем папай.
— Çук, Кантюк шăллăм, ĕçĕ вăл кунпа-юнпа çыхăн-маллискер. Ĕçпе тусан, сăмахĕ тухмасăр пулмасть, вара пĕтĕм ял халăхĕ тем курас пур…
— Ай, пăятам, — аллисене пĕр-пĕринпе чăмăртаса пăшăрханчĕ Савантей арăмĕ, — хамăр ялта ĕлĕк пĕр инкек пулса иртнгше астăватăп та, тупата, халь тесен халь чунăм çук манăн…
— Эс… мĕскер кунта, ĕçсĕр аптранă пек? — пуçне ухса илчĕ Савантей. — Ун пек-кун пеккине илтмен пулаççĕ ăна. Чĕлхÿне çыртарах тыт, хĕрарăм.
— Ĕнтĕ…
— Çавăн пек пулмалла тенĕ сана, Илтрĕне? —сассине çĕклетерех каларĕ Савантей.
Арăмĕ вара арçынсен умĕнче тăрса темле пысăк айăпа кĕнĕ пек пулчĕ те тĕпел кукăрнелле пăрăнчĕ, хăй валли ĕç çукран ĕç тупса, хăйă чĕлме тытăнчĕ.
— Сăмахăмăр вăрттăнрах пултăр тетпĕр çав-ха, — шăппăн мăкăртатрĕ Кантюк. Сасси хупă пÿлĕмре калаçнăн илтĕнчĕ, пăхасса та куçран пăхса мар, урайнелле пăхса, аллипе сĕтел шăлнă пек хускаткаласа калать: —Шерккей хĕрĕпе мĕнле инкек пулса тăнине хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ. Пирĕн тесен, чĕрне хури чухлĕ те айăпăмăр çук унта. Ашшĕпе малтанах сăмах пĕтерсе хунăччĕ. Хулăмĕ те çунса кайтăра… асăнмăпăр ĕнтĕ… Хĕрĕ хаяр чĕреллĕ пулнă курăнать. Типĕ çанталăка пула, халăх выçлăх ан чăттăр тесен, катаран шыв вăрлăпăр тетпĕр çав та…
— Кĕрÿшне кама тăвас шухăш пур?— ыйтрĕ Савантей.
— Пикенсех шухăшламан-ха ун пирки.
— Ахаль çеç шыв тиесе килни, çул тăрăх тăксах пыратăр пулсан та. нимĕне те пĕлтермест-ха вăл,— терĕ ватти.
— Тÿррипе каласан, кĕрÿшĕ пирки хам шухăшлăп-ха. Пĕр-пĕр çурт-йĕрсĕр чухăн çынна вăхăтлăха Савни мунчине илсе парăпăр та — ĕçĕ пĕтрĕ, арманăмран пĕр пилĕк пăт çăнăх шăлма пулать, кĕрпе парсан та вырнаçĕ, ун пирки килĕштерме пулĕ-ха…
— Кайран ун шăпи мĕнле пулĕ?
— Кайран-н?—енчен енне пăхкаларĕ Кантюк.— Кайран куç курĕ унта. Çав йĕркене пĕлмен çынна килĕштерес пулать пуль малтан. Килĕштереççĕ, юрĕ, эп вăл ĕçе хам тăвăп… Сăмахĕ кунта тамата пирки пырать. Нямаçăмпа калаçрăмăр та, тамата пулма Эпселем папай кнлĕшеймĕ-шн тетпĕр. Ялти сумлă ватă çын..,
Савантей сасартăк ура çине тăчĕ, кукшине ăнсăртран пĕр-пĕр çÿç пĕрчи çыпăçнăн туйăнчĕ ăна, урай тăрăх канăçсăр уткаласа çÿренĕ май Кантюка чеереххĕн пăхрĕ те:
— Йĕркине, Кантюк тете, эс хăвах чипер чухлатăн иккен-ха, пире çак хаяр ĕçпе çыхăнтармасан юрĕччĕ,— тесе хучĕ тÿррĕн.
— Вăл-çке, Савантей шăллăм, пĕр эпĕ кăна тумалли ĕç мар. Çавна астуса калаçар-ха,— терĕ Кантюк, хыçалалла каçăрăларах тăрса.
— Эпĕ пÿкле вилĕмпе пĕтме шутламастăп,— каласа хучĕ Эпселем.
— Вилме?—тĕлĕнсе ыйтрĕ Кантюк.— Мĕншĕн вилме? Кĕрÿшне сана тумастпăр-çке? Тамата пулнăран санăн мĕн шикленмелли пур?
— Ай, Кантюк шăллăм, эпĕ хамшăн хăрамастăп-ха,— Нямаç сĕнсе панă эрех куркине тутанса пăхмасăрах сĕтел çине лартрĕ Эпселем,— тавăру сехечĕ виç сыпăка виçет те çич сыпăка çитет…
— Ав, мĕншĕн апла калатăр иккен. Кĕрÿшне эпĕр тăванĕсем çук йĕкĕте тупăпăр. Кĕçтенюкăн, сăмахран, ялта пĕр тăванĕ те юлман. Мăшăрланас шухăшĕ те çук — ватă качча Шерпике чухлĕ Шерпике те тиркет, Кĕçтенюк пулма килĕшмест тетре? Килĕшет. Ара. Унпа эпĕр хамăр калаçса пăхăпăр, пире шанăр.
— Вара эс ăна хăй ирĕкĕпе вилме те хатĕр тетне? — ыйтрĕ Савантей, каллех сĕтел патнелле çывхарса.
— Мĕншĕн хăй ирĕкĕпе?.. Ун пирки кайран ăс çитерме пулĕ-ха. Халь килĕшсе пултăр. Килĕштерес тесе, ăна шыв туйĕ мĕне пĕлтернине каласа парас пулмасть çав… Каласан та. тепĕр тесен, хисепрен ытлашшийĕ пулас çук. Ара. Ирттереççĕ пит вăрттăн ирттермелле пулать. Кам ирттернине те, мĕншĕн ирттернине те Кĕçтенюкпа хамăртан урăх никам та пĕлмелле мар.
Эпселем ура çине тăрса урай варринелле тухрĕ. Сăнарĕ çиллес, хăй пысăкрах курăнса кайрĕ,
— Çук, çук, — терĕ вăл Кантюка, — тинех эп ун пек ĕçе пуçăма чикĕнместĕп. Кĕçтенюк та çынах, хамăр чăваш çынни. Чăвашсем вĕсем хăйсен хушшинче сĕм авалтан тату та тăванлă пурăнма ĕмĕтленнĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăннă чухне хăйсене: «Эпĕр вăйлă», — тенĕ. Çынна хаяр ан сун, çынăнне ан хапсăн тетчĕ пирĕн тĕпчĕк Энтри папай. Ентĕ ватă пуçăмпа эпĕ те никама та хаяр сунам мар-ха, мăнукăмсене те тÿрĕ çынсем пулма пиллесе хăваратăп. Сана та, Кантюк шăллăм, ун пек киревсĕр ĕçпе пуçна çавăрма хушмастăп. Илтетне? Кантюк шăллăм! Ак мĕнле сăлтавпа çÿретĕр иккен. Ун пек таса мар шухăшпа пирĕн çурта килсе кĕтĕр пулсан, халех кунтан тухса кайăр. Çын ылханне хам çуртăма йышăнма хăват çитерейместĕп. Илтетĕре? — паттăррăн янăрарĕ Эпселемĕн хулăн сасси.
Кантюк ăна хирĕç ним калама аптраса ларнă çĕртен сиксе тăчĕ, Нямаç та сĕтел хушшинчен тухрĕ. Çак çуртăн алăкне кăлăхах уçрĕç иккен-ха вĕсем. Ай, сыхлаиаймарĕ-çке Кантюк! Эпселеме шаннăччĕ, вăл ватă çын, каланине итлĕ, кукăçĕ тенĕччĕ. Савантей та хута кĕрĕ тенĕччĕ. Шанни виçĕ пус кĕмĕле тă. марĕ.
Кантюк кунта çавăн пек сăмах хускатнăшăи чунтан ÿкĕнчĕ. Мĕнле те пулин хăйĕн кăна ирттермелле пулать иккен. Ах, ку инкекĕ-тухачĕ, темĕн те курасси пулĕ иртен кунăнта, Эпселемпе те Савантейпе, кунта мĕн калаçнине нихçан та аса илмĕпĕр тесе, калаçса татăласшăнччĕ вал, апла та вырăнлах мар пек туйăнчĕ ăна. Юлашкинчен вара: «Юрĕ, ун пеккине, чăн та хăтланас мар-ха», —тесси, Эпселем, хăй ăшĕнче Кантюка шансах пĕтермерĕ пулсан та, урах хирĕçмерĕ, анчах каçхи хăнасене ăсатма та тухмарĕ.
Вăхăт пайтах иртнĕччĕ. Кантюкпа ывăлĕ килнелле мăштах тухса утрĕç. Сĕтел çинчи тулли курка тутанса пăхманнипех ларса юлчĕ. урах хирĕçмерĕ, анчах каçхи хăнасене ăсатма та тухмарĕ.
Вăхăт пайтах иртнĕччĕ. Кантюкпа ывăлĕ килнелле мăштах тухса утрĕç.
Сĕтел çинчи тулли курка тутанса пăхманнипех ларса юлчĕ.
XXX. Çураçу
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Нямаç ашшĕ хушнипе Куршанка кайса килчĕ. Кĕçтенюка вăл: «Хамăр хушăри тахçанхи вĕчĕлĕхе манăпăр ĕнтĕ, — терĕ, — ман асаттепе сан аçу хушшинчи хирĕçĕве урăхран асăнăр мар, — терĕ, — ÿлĕмрен урăх тавлашасси пулмĕ», — терĕ, Кĕçтенюк, хăй ăшĕнче ун сăмахне пĕтĕмпех шанса каймарĕ пулсан та, йĕркешĕн тесе, Нямаçа тав турĕ, хĕпĕртем пек пулчĕ: «Малашнехи ырă ятăма мĕнпе тнвĕçейĕп-ши? »— тесе ыйтрĕ.
Тивĕçес ĕçĕ, Нямаç сăмахĕ тăрăх, пысăках мар пекчĕ. Кĕçтенюкăн кунта пĕр-ик кунлăха кĕтÿ кĕтме урăх çынна кĕрĕшсе тытмалла пулать. Нямаç çавăншăн хăех тÿлеме те килĕшет-ха. Унăн вара пĕр ялтан тулли пичке тултарса килмелле пулать. «Мĕнле пичке вăл? »—тесе ыйтрĕ Кĕçтенюк, Нямаç ăна: «Шыв пички». — тесе ăнлантарчĕ. Ют ялтан? Пичкепе шыв тултарса килмелле пулать-и? Мĕне кирлĕ ун пек туни? Ялта шыв çук тейĕн…
Кĕçтенюк тĕлĕнсе, Нямаç сăмахне шанмасăр, енчен енне пăхкаласа илчĕ. Нямаç, нимĕн тăвайман енне, тÿррипе каласа пама тытăнчĕ. Çулĕ типпе кайрĕ, çумăрсем çук, ял халăхĕ выçăхма пултарать. Ун пек ан пултăр тесен, ялти çынсен Улхашран пĕр-пĕр тĕттĕм çĕр шыв илсе килмелле те ăна ялти кÿлле килсе ямалла. Вара шыв типмест, çулленех çумăр пулать тесе ăнлантарчĕ Нямаç.
Сăмах мĕн çинчен пынине Кĕçтенюк тавçăртăм терĕ. Шухăшланă ĕçĕ тÿрре килессе шанмасть иккен вăл, çапах та: эпĕ хирĕçсе тăрас çук, кĕтĕве пăхма пурпĕрех çын шырамалла пулать, сăмахăма ыран татса калăп тесе, шантарса ячĕ Нямаçа.
Тепĕр кун Кĕçтенюк пĕтĕмпе кутăна хыврĕ. Ун пек ĕçе килĕшсе, хисеплĕ ятăма ярам мар терĕ. Каларĕ те! Хисеплĕ ят тет… Темле вăрăм чĕлхе сивĕтме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ ăна…
Нямаç çакăн çинчен ашшĕне каласа пачĕ. Кантюк йăлт тарăхса кайрĕ. «Епле апла, — терĕ вăл ывăлне, — чĕлхÿ тÿрмен пулчĕ пуль, çынпа калаçма сăмах та, ăс та çитерейместĕн», — терĕ.
Анчах Нямаç ашшĕне тепĕр ята асăнсан, Кантюкăн сăн-пичĕ уçăлчĕ. Калаçасса вара хальхинче ывăлне шанмарĕ, хăй сăмах пĕтерме пулчĕ. Каçкÿлĕм вăл лавккине кĕчĕ, чĕлхемĕр уçăлтăр тесе, кĕсйине эрех чикрĕ, çур хăпарту илчĕ, пахчине кĕрсе ешĕл сухан татрĕ. Хăй таврăниччен кунта мĕн-мĕн туса ирттермеллине Нямаçа йĕркипе каласа хăварчĕ, арăмĕпе хĕрĕсене те пулăшма хушрĕ. Пĕр-пĕр çын килсе, Кантюкран ырă хыпар çитерсен, чĕнес тенĕ шанчăклă çынсене шăппăн кăна хăвăртрах пуçтарса, хатĕрленсе, хăй таврăнасса кĕтмелле. Мĕн тумаллине, çынна питех систермесĕр, васкавлăн тумалла. Ют куçсене кăтартмалла мар, ют хăлхасене илттермелле мар. Илтсен-пĕлсен, ĕç тăвасси чарăнма пултарать тесе хытарсах каларĕ вăл. Хĕвел анăçпа Кантюк, хăйсен пахчи витĕр каçса, хирелле тухса утрĕ.
Инçетри çĕрĕмре шевле вылять. Кантюка пĕр кĕтмен çĕртен кÿлĕ курăннă пек пулчĕ, кÿллĕн лутра çыранĕсем катари тавракурăм хĕррине халь-халь кĕрсе пытанас пек чĕтренсе мĕлтлетеççĕ. Кăнтăрла калама çук пăчăччĕ, каç еннелле сывлăш уçăлчĕ. Çĕнĕ Ыр патнелле тухакан сукмакпа утма аван, канлĕ. Васкамасăр утать Кантюк. Çулне мулкач тавраш ан таттăр тесе, татсан та асăрхас мар тесе, вăл пуçне питех çĕклемесĕр пырать.
Типнĕ çĕрĕмре шĕвĕр сăмсаллă тыркассем пуçĕсене чанк тăратса унталла-кунталла пăхаççĕ те, çын иртсе пынине асăрхасан, шăтăкĕсене йăпăр-япăр тарса кĕрсе пытанаççĕ. Кантюк пăртак ларса канма шут тытрĕ. Ĕшенессе ĕшенменччĕ-ха вăл, çитес çĕре кăна тĕттĕмрех пулсан çитме шут тытрĕ. Ларса каннă май ун пуçĕнче тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ. Тахçан авал çакăнта хаяр вăрçă пулнă, тет. Ав — Тĕрĕк валĕ. Кăнтăрти чăваш çĕршывне вăл урлăшĕпех касса иртет. Çавна ал вăйĕпе халăх чавса тунă. Çырмари пĕр тарăн аслă çул тăрăх тăватшар лаша кÿлнĕ павускасемпе лавсем, çĕрне-кунне виçмесĕр, пĕр-пĕринчен ĕрĕхтерсе ирте-ирте çÿренĕ, вĕсен чăнкă пĕккисем курăнман. Салтаксен йышлă ушкăнĕсем çакăнта тăшманпа тытăçса хаяррăн çапăçнă. Халь унта тĕллĕн-паллăн çеç чул хÿмесем курăнкалаççĕ, вĕсем те пулин тăпрапа витĕннĕ, çеремпе пуçăннă. Вăйлă çумăр çуса çырансене ахратсан çеç çĕр айĕнчен çĕрĕшнĕ пуç чашкисемпе авалхи йĕтресем, тĕрлĕ тимĕр татăкĕсем тупăнкалаççĕ. Халь кунта мĕскĕн сăвăрсем кăна, тарăн шăтăк чава-чава, çын куç тĕлпе пуласран шикленсе пытанса пурăнаççĕ.
Хире выртма тухнă ачасем унта-кунта вут хучĕç. Кантюк ларнă çĕртен тăрса малалла утрĕ. Лупашкара, хăйĕн хирĕ патĕнче, унăн лашисем. Лашисем кунтах, Шинкĕлĕ çук. Кантюк пĕр тĕм патнерех çывхарчĕ, тăсăлса выртан Шинкĕле курах кайрĕ.
— Лашусем туртса кĕреççĕ тетĕп-çке? Ара. Мĕн çывăран?
— Е?.. — мелсĕр хускалкаланса вăранчĕ Шинкĕл. Ури шăтăр-шатăр шатăртатрĕ. Хуçана курсан, тăрса ларчĕ, куçне аллипе шăлчĕ, пăхкаларĕ—лашисем пурте кунтах иккен.
— Мĕн вара?.. Çывăрсах кайнă мар-и эпĕ? —хăйне кам та пулин тавăрса калассăн пăхрĕ вăл Кантюка.
— Ăна хăвăнтан ыйтса пĕлмелле. Ара. — Мирлĕн каласа хучĕ Кантюк. Шинкĕл хальхинче хуçан уçă кăмăлне асăрхарĕ, куçĕ йăваш иккен, сасси те çемçе. Кантюк мар, пĕр-пĕр мĕскĕн çын килсе тăчĕ тейĕн.
— Кăнтăр çутипе çывăрни тем мар-ха вăл, Шинкĕл шăллăм. Ара. Çĕрле тесен, куçна ан хупнă пултăр, иккĕ пăхса, çиччĕ кур. Çавăн пек кирлĕ çав, — терĕ Кантюк, Шинкĕле йăпатса. — Кунта мĕн, лашасене çырткаламалăх курăк та çук пуль?
— Çавăн пирки санпа калаçса пăхасшăнччĕ çав, Кантюк папай. Çынсем, ав, Паскакалла каяççĕ, çапла-и? Унта курăк аван, тет, çавăнта каймалла мар-н?
— Çĕртме пĕтерĕпĕр те, унтан Паскака та канма пулать, мĕншĕн каймалла мар?.. Эс, мĕн, кунта пĕччен кăна-им çак? —тĕм çумнерех пĕшкĕнсе ларчĕ Кантюк та.
— Пĕчченĕ-мĕнĕ, сана калам, халь ял халăхĕ кунта тухмасть. Пĕччен çав, йăлăхтарать те, мĕн тăвас ĕнтĕ?
— Ак тата! Нямаç калать, Шинкĕл пĕччен мар вăл тет. Кунта ăна эсĕр пĕркун хăна та туса янă пулнă иккен?
— Пĕркун-и? —асне илме тытăнчĕ Шинкĕл, — çапла, килнĕччĕ çав вăл. Эпĕр леш Туймет ачипе, Тухтарпаччĕ, — ятлама тытăнать иккен тесе, Шинкĕл кăштах пăшăрхана пуçларĕ, çапах та пĕр пуçланă сăмахĕнчен пăрăнмарĕ. — Тухтар вăл хăшпĕр каç килкелесе каятчĕ çав. Халь тем, пуç ыратать текелет, вăхăчĕпе хăй тĕллĕн мăкăртаткалать. Сана кăна калам, тек Шерккей хĕрне асăнать. Эп калатăп, пушали асăн ăна тетĕп, а тулĕккĕш пурпĕр çук ĕнтĕ вăл тетĕп.
— Ара. Çапла пулмасăр. Халь ĕнтĕ асăнсан та, асăн-масан та пурпĕрех… Урăх вăл сан патна килсе курмасть пуль çав?
— Кам? Туймет ачи-и?.. Ĕнер килмерĕ. Каçсенче тек вара кÿлĕ хĕрринче пуçне сĕнксе ларать. Çĕр çывăрмасть. Хăш чух арпашнă майлă та калаçа пуçларĕ. Вут хурсан, кĕçĕр те килет пуль-ха вăл. Тепĕр тесен, килни кирлех те мар, юлташа тесе кăна-çке эп.
Кантюк хăйпе пĕрле илсе килнĕ япаласене кăлара пуçларĕ.
— Килти ĕçе пула, Нямаç, килеймест ав паян. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, хам та пулин килсе каяс терĕм… Ара. Вутна хур-ха эс, хур, çунтăр. Хирти вут çутине авалтанпах юрататăп.
— Тип çатăрка пурччĕ те, иртнĕ каç çунтарса пĕтертĕм ĕнтĕ ăна.
— Ав, лере, ана пуçĕнче, халь кăна куртăн, чикке лартмалли юпасем хатĕрленĕ, çĕмрĕк сÿре те пур унта, çавсене йăтса килес те вут хурас. Ара. Епле апла?
— Вĕсене эпĕ хам та куртăм та, — Кантюк шÿтлет тесе, Шинкĕл кулкаласа илчĕ. — Ытла хĕрÿ çунакан япаласем-çке вĕсем?
— Çавă лайăх та, шăллăм, аван çунаççĕ вĕсем, йăтса кил те тивертсе яр. Чик юписене эп татах хатĕрлеттерĕп. Хирте хăна пулнине нимĕн те çитес çук. Ара.
Шинкĕл Кантюка шансах пĕтермесĕр чăрр! пăхрĕ те, леш курăк çине çитĕ сарса çăкăр кăларсан, хуçа чăнласах ăна ĕç хушнине тавçăрчĕ, вара: «Эпĕ наччасра», — тесе, вут-шанкă пуçтарма чупса кайрĕ.
Кантюк, таçта кайма васканă пек, хăвăрт хатĕрленчĕ, Шинкĕл таврăнасса та вăл, чăтаймасăр кĕтсе, тĕттĕмелле тек пăхкаларĕ.
Шинкĕл хăйне вăрах кĕттермерĕ. Вăл сÿрене ватса вутă турĕ, чикĕ юписемпе пĕрле ытамласа килчĕ те вут хурас çĕре лап пăрахрĕ. Кантюк типĕ курăкпа хытхура çăлса пуçтарчĕ. Часах вут чĕртсе ячĕç, йăлттам вут ачисем хăватлăн кĕрлесе çÿлелле хăпараççĕ. Шатăртатса çунать типĕ йывăç, хытхура тар пек хыпăнать.
— Ну, халь юлташна чĕнсе килме те вăхăт çитрĕ, пуль эппин сана?
— Кама? —куç чарса пăхрĕ Шинкĕл.
— Туймет ачи терĕн-çке?
— Э-э, ăна тетĕн-ха… Çук, чĕнме кирлĕ мар, кирлех пулсан, вут çуннине курсан, вăл хăех килет… Чим-ха, вăл ав, çавах пулас, кÿлĕ хĕрринчен ваискамасăр хăпарнă пек куратăп.
— Санăн куç çамрăк çав. Эс витĕр куратăн, — Кантюк васкамасăр курка тултара пуçларĕ. — Эс шанчăклă çын, Шинкĕл шăллăм, — терĕ вăл, — сана кирек мĕнле ĕç те шанса пама пулать.
— Ак ĕнтĕ, — чĕлĕмне чĕртсе ячĕ Шинкĕл, — эрне иртрĕ пуль лашусене пăхма тытăнни, ун пек-кун пек айăплă сăмах илтессе кĕтместĕп-ха. Элле ман вырăна урăх çын тупрăр-п?.. Мана хамăн килти ĕçпе кана аппаланма пит аванччĕ те.
— Сана тепĕр эрне те пулин тытас тетĕп çав,— майĕпен çеç сăмах тăсрĕ Кантюк.— Унтан вара пĕр-пĕр çын тупăпăр-и… Мĕнле шухăшлăн эс, çав Туймет ачипе калаçса пăхсан, килĕшме пултарать пуль вăл?
— Мĕнле ĕçе?
— Тарçа илес шутăм пур та çавна. Ара,
— Пĕлсех каймастăп та, а тулĕккĕш, мĕн ĕнтĕ, Кантюк папай, сана калам, калаçса пăхнăшăн чĕлхе çĕтмест, теççĕ чăвашсем. Тÿрĕ çын пек туйăнать мана. Элентей патĕнче ĕçлекелет-ха вăл та. Ачи мана пит килĕшет, ман хăраххăм.
— Çапах та хăйпе калаçса пăхăпăр. Тен, килĕшĕ те.
Шинкĕл тинех Тухтара хуçа мĕншĕн чĕнесшĕн пулнине тĕшмĕртем пек пулчĕ.
Çын мĕлки çутă патнелле васкамасăр утса çывхарчĕ. Тухтар. Шăмшакĕ çинçерех унăн, вут çутипе çуталнă май, хăй çÿллĕ курăнать. Хура пиншакпа, тĕрĕллĕ кĕпе тăхăннă, шăлаварпа, çĕнĕ çăпатапа, пиншакĕ айĕнчен пиçиххи ярăпи курăнса тăрать. Кăтра çÿçĕ çамки çинелле лаппипе усăнса аннă. Вут хĕррине çитрĕ те, хăй патне таврăннă пек, пĕр сăмах чĕнмесĕр кукленсе ларчĕ.
— Ну, шăллăм, куркаран аслă пулар мар, тав сана,— шăппăн каласа хучĕ Кантюк, аллинчи куркине Шинкĕле тăсса.
Шинкĕл; «Ĕрехмет»,— терĕ те чарăнмасăрах ĕçсе ячĕ.
Кантюк, куркана каялла илсе, сахăр пек шурă япала ячĕ;
— Тутлăрах пултăр,— терĕ вăл. Унтан:—Ку куркана Тухтара пар,— хушрĕ вăл Шинкĕле. Шинкĕл, Кантюк аллинчи куркана илсе, Тухтара сĕнчĕ.
— Ĕç, ĕç-ха пăртак, чĕрÿ патне пытăр…
— Шыв-и?— ыйтрĕ Тухтар.
— Шывран тутлăраххи. Ĕçсе пар хăвăртрах. Ак çыртмалли те кунтах. Сывлăш çавăрмасăр ĕçсе пар. Пуçу ан ыраттăр.
Чăмпах тултарнă куркана Тухтар тахçан ĕçме вĕреннĕ çын пек сывлăш çавăрмасăр шалт туса ĕçрĕ. Кайран çеç вăл кăкăрне аллипе ярса тытрĕ, сывлăш çавăрчĕ, Шинкĕле хурлăхлăн пăхса илчĕ.
— Эрех-çке ку?
— Эрех пулмасăр? Шыв терĕн-им?.. Тăванăм, вăл
сĕтрен лайăхрах япала, а тулĕккĕш ăна ĕçме пĕлмен çынсем пур…
— Э, астурăм Манюр папая, — кулам пек тукаларĕ Тухтар.
Кантюк, кăрт сиксе, каялла чакса тăчĕ.
— Çи-ха эс, Тухтар, çи, ак кунта хăпартупа сухан пур, шăрттан татăкĕ те. Ара.
Шинкĕл аллинчи шурă куркана илсе, Кантюк татах эрех ячĕ, ăна каллех, Шинкĕле тыттарса, Тухтара ĕçтерме систерчĕ. Анчах Ту. хтар хальхинче курка тытмарĕ, вăл апатланма пикенчĕ. Кантюк Тухтарăн хупăнас патне çитнĕ куçне асăрхарĕ те Шинкĕле кăчăк туртса пăшăлтатма тытăнчĕ. Вăл, тем, йывăрланнă пек пултăм терĕ, ĕçни мана юрамарĕ пуль терĕ, халех лаша утланса кайса тăрантас кÿлсе кил терĕ. Нямаçне, темшĕн-тĕр, хатĕрлентĕр терĕ, мĕне хатĕрленмеллине вăл хăех пĕлет тесе каласа ячĕ.
— Мана мĕн? Эп вăштик кăна. Чĕлĕм туртса пĕтериччен çаврăнса та килетĕп, — терĕ те Шинкĕл лашасем патнелле васкаса кайрĕ.
Тухтар ытла час ÿсĕрĕлчĕ. Малтан вăл чавси çине тĕренчĕ, куç уçасшăн тăрмашрĕ, çапах та уçаймарĕ.
— Эс выртса кан-ха пăртак, выртса кан çакăнтах, — терĕ ăна Кантюк шăппăн.
— Шинкĕл тете, Шинкĕл тете… — мăкăртатса илчĕ Тухтар. Кантюк ăна хăй тĕллĕн калаçма чармарĕ. — Мана йĕрлеççĕ вĕсем… Шинкĕл тете… Эс те куртăн-çке Нямаç тетене… Халь вăл пуртă йăтнă, — хĕрлĕпе туртăннă куçне йăлкăштарчĕ те Тухтар каллех хупрĕ, малалла кала. ма тытăнчĕ: —Йыснапа Тимрук та пĕрле,.. Эпĕ мĕн?.. Эпĕ çын тивĕçне тытасшăнччĕ… çав мĕскĕнсене çын пулма ÿкĕтлес-шĕнччĕ… ырă ĕçсем тăвăпăр теттĕмĕр… йысна мана; «Ылтăнăм», — терĕ. Акатуйĕнче Сайте аппа та çапла калатчĕ, Çук вăл халь… Çав ылтăна халь йысна илесшĕн… Хăваларĕç мана, тытăнмарĕç… Вилнĕ теççĕ ăна… Хăйсем манран пытараççĕ… Вал килет, Селиме килетех… Эпĕ… — Тухтар шăпланчĕ.
«Лайăх ÿсĕрĕлсе кайрĕ-çке вăл капла, — шухăшласа илчĕ Кантюк, — лав киличченех канса выртсан лайăхчĕ, Нямаçа кунта килмешкĕн каласа ямалла марччĕ-ши. Çук, тепĕр тесен, вăл килменни лайăхрах-ха, лере хатĕрленсе тăма кирлĕ… »
Катари аслă çулпа тулли лавсем иртни сисĕнет. Пĕччен шăнкăравсем каçхи шăплăхра таçта çити янăраççĕ. Кантюк çавна пĕр вăхăт итлесе тăчĕ те, кăштах эрех тутанса, пуçне чикрĕ. Шлепки çуначĕ айĕнчен каçăр сăмси те кăтра кăвак сухалĕпе мăйăхĕ кăна курăнать. «Кĕçĕр çывăрмалла мар», — тесе канăçсăр шухăшлать хăй.
Шинкĕл, чăн та, часах çаврăнса çитрĕ. Тăрантас кÿлнĕ лашине вăл вут патнерех çывхартса чарчĕ. Кантюк ун умĕнче хăйне ÿсĕре хыврĕ.
— Эс… кайрăн та, акă эпĕр тата сыпрăмăр. Ан ÿпкелеш ĕнтĕ, Шинкĕл шăллăм, сан валли те эрех юлчĕ-ха унта… Пире, Тухтарпа иксĕмĕре, лартса, ырă кăмăлпа ăсатса ярах ĕнтĕ. Ара. Ахаль тумăп. Атя-ха, малтан Тухтара ларма пулăшăр…
Тухтар çывăрать. Шинкĕл ăна вăратасшăнччĕ, Кантюк вăраттармарĕ, хăй майĕпе çывăрсан аванрах вăл, çĕклесе вырттарăпăр та майĕпен хамăрах киле çитĕпĕр терĕ.
— Тем мар, кирлех пулсан, хам та ăсатма пултаратăп, çапла-и?
— Çук, чăрмантарма юрамасть. Чим!—тем асне илнĕ пек пулчĕ Кантюк.— Эс лашасене тыт та халех яла ан…
— Ак ĕнтĕ!.. Пурне те-и?
— Пурне те… Ĕçсем пур-ха. Нямаçа парса хăварăн та ху — килне кайăн.
— Мана мĕн. Эпĕ халех…
— Атя, халь Тухтара çĕклер.
Вĕсем иккĕшĕ, мекеçленсе, Тухтара тăрантас çине çĕклесе вырттарчĕç. Пуçелĕкне, çемçерех пултăр тесе, Кантюк тăрантас ларкăченчен сăран минтер илчĕ, ăна Тухтарăн пуçĕ айне майлаштарса хучĕ.
— Ну, эпĕр кайрăмăр.
Лаша тапса сикрĕ.
Çунса пĕтмен вут салхуллăн шăранса юлчĕ.
кăвак сухалĕпе мăйăхĕ кăна курăнать. «Кĕçĕр çывăрмалла мар», — тесе канăçсăр шухăшлать хăй.
Шинкĕл, чăн та, часах çаврăнса çитрĕ. Тăрантас кÿлнĕ лашине вăл вут патнерех çывхартса чарчĕ. Кантюк ун умĕнче хăйне ÿсĕре хыврĕ.
— Эс… кайрăн та, акă эпĕр тата сыпрăмăр. Ан ÿпкелеш ĕнтĕ, Шинкĕл шăллăм, сан валли те эрех юлчĕ-ха унта… Пире, Тухтарпа иксĕмĕре, лартса, ырă кăмăлпа ăсатса ярах ĕнтĕ. Ара. Ахаль тумăп. Атя-ха, малтан Тухтара ларма пулăшăр…
Тухтар çывăрать. Шинкĕл ăна вăратасшăнччĕ, Кантюк вăраттармарĕ, хăй майĕпе çывăрсан аванрах вăл, çĕклесе вырттарăпăр та майĕпен хамăрах киле çитĕпĕр терĕ.
— Тем мар, кирлех пулсан, хам та ăсатма пултаратăп, çапла-и?
— Çук, чăрмантарма юрамасть. Чим! —тем асне илнĕ пек пулчĕ Кантюк. — Эс лашасене тыт та халех яла ан…
— Ак ĕнтĕ!.. Пурне те-и?
— Пурне те… Ĕçсем пур-ха. Нямаçа парса хăварăн та ху — килне кайăн.
— Мана мĕн. Эпĕ халех…
— Атя, халь Тухтара çĕклер.
Вĕсем иккĕшĕ, мекеçленсе, Тухтара тăрантас çине çĕклесе вырттарчĕç. Пуçелĕкне, çемçерех пултăр тесе, Кантюк тăрантас ларкăченчен сăран минтер илчĕ, ăна Тухтарăн пуçĕ айне майлаштарса хучĕ.
— Ну, эпĕр кайрăмăр.
Лаша тапса сикрĕ.
Çунса пĕтмен вут салхуллăн шăранса юлчĕ.
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Кантюк, килне çитсе, тăрантас çинчен анма кăна ĕл-кĕрчĕ — кил хапхи яриех уçăлчĕ. Ăна хирĕç Нямаç тухрĕ.
— Тинех хатĕрленсе ĕлкĕртĕмĕр. Чĕннĕ çынсем пурте пухăнса çитрĕç. Мерчен кăна килмерĕ. Велюш килĕнче…
— Юрĕ. Ăлапа пулманни пире меллĕрех те… Ĕçтер-тĕр-и?
— Халь ĕçеççĕ… Ĕçсем мĕнле?
— Паçăрхинчен те лайăхрах. Имçам хăй хăватне çитерчĕ. — Ăнса пыма кирлĕ. Ÿсĕр тейĕпĕр ăна. Çывăрать.
— Эппин иккĕн те калаçмастпăр, — Нямаç лашине кил-картишне кĕртсе ячĕ. Кăшт тăрсанах хапха умĕнче татах лаша ури сассисем илтĕнсе кайрĕç.
— Шинкĕл çитрĕ ав. Лашасене кĕрт-ха. Кала, килне кайма пултаратăн те.
— Вăл пирĕнпе пымасть-им?
— Кирлĕ мар, чĕлхине çыртма пĕлмест. Ара. Хамăрăн тарçă-тĕрçĕсемпе те çывăх çынсе. мпе кайсан та çитет.
Нямаç пăрăнчĕ. Кĕмĕлпи пÿртрен сăра илсе тухса ашшĕне сĕнчĕ. Унăн та ĕçĕ нумай иккен. Мерченпе пĕрле Турикас укăлчи хапхи патне çăкăрпа тухса тăмалла. Хапхана Кантюк пыриччен уçмалла мар. Хăйсем мĕншĕн унта пынине çынна пĕлтермелле мар,
— Хăвăртрах каймалла-çке пирĕн, хăвăртрах каймалла, — васката пуçларĕ Кантюк, аллине тытнă алтăрĕпех пÿртелле кĕрсе. Пуçтарăннă хăнисене вăл тав турĕ те сăрине кăшт тутанса пăхрĕ, алтăрне мăшăрне тыттарчĕ.
— Эс унта кĕрчеме пичкине тăрантас çине кăларса хур-ха, — хушрĕ вăл Алимене. Унтан хăнисене, таврăнсан ытларах ĕçĕпĕр тесе, ушкăнĕпех картишнелле ертсе тухрĕ. Тухтар çывăракан тăрантаспа юнашар пысăк пичкеллĕ урапа пур. Унтах ĕçме-çимепе тултарнă витресем курăнчĕç.
Часах лавсем кÿлсе пĕтерчĕç. Алиме хапха уçрĕ, тарçă эшкерĕпе тулнă лавсем тăваттăшĕ те пĕрин хыççăн тепри тухса кайрĕç.
Çынсем урамра питех курăнмарĕç. Пĕр çын кăна, ула лашаллăскер, лавĕ çине тулли михĕсем тиенĕ — армантан таврăнатчĕ пулас— çĕр варринче çакăн чухлĕ йышлă халăх ăçталла çаплах васкаса кайнине чухлас пек, чарăнса тăчĕ, çынсене алчăраса пăхкаларĕ, çапах нимĕн те тавçăрса илеймерĕ пулмалла, шакла пуçне енчен енне сулкаларĕ те, тилхепине хăй майăн туртса, лашине анаталла уттарчĕ, Кантюксем хытă вĕçтерчĕç, çăра тусан кăна урамра час лăплана пĕлмесĕр тусса юлчĕ. Çил лăм та çук. Укăлча хапхи патне çитсен, каçхи канăçсăр çынсем пĕрин хыççăн тепри чарăнчĕç. Кайри лавсем те маларах иртсе, пуринпе те юнашар çурма кăшăлăн тăрса тухрĕç. Лавсем çинчен аннă халăх Кантюк тавра пуçтарăнчĕ. Пуса каччăсем вырăнне килнĕ Нямаçăн çывăх юлташĕсем—Усалукăн виçĕ ывăлĕ— пурте хĕрĕнкĕ, тĕрлĕ тĕслĕ кĕписем çийĕн вĕсем сарлака хĕрлĕ пиçиххи çыхнă, аллисенче чĕн саламатсем. Кантюк хăй парта пусма кĕпепе, тикĕт сĕрнĕ сăран атти тусанпа вараланнă, пилĕкне пăрăм шурă пиçиххи çыхнă, кăтра сухалне икĕ еннелле тураса тирпейлĕн якатнă, çĕнĕ шлепкепе.
Тухтара Кантюк хушнипе вăратмарĕç. Каччăсем ăна вилĕ тухнă путек тирĕнчен çĕлетнĕ хура кăтра çĕлĕк тăхăнтартрĕç. Çĕлĕкĕ айĕнчен каччăн шултра çÿç пайăркисем явăнса тăраççĕ, унăн сулахай хулпуççинчен пилĕкне йăлмакласа кĕрен çÿçеллĕ сенкер сатин саркаме антарчĕç. Каччăсем ăна чăлт-шурă çÿхе перчетке тăхăнтартасшăн пулса пайтах тăрмашрĕç, анчах сылтăм аллине кăна тăхăнтартрĕç, тепĕр перчеткине Тухтар хĕвне чикрĕç. Сылтăм алли сыппинчен пăхăр тыткăчăллă йăлтăр-ялтăр хура чĕн саламат çакса ячĕç.
Кантюк аллипе сулсан, укăлча хапхи тайăлчĕ. Мерченпе Кĕмĕлпи. йĕтĕн çиппинчен тĕртсе тунă сĕлкĕ çине пуçламан çăкăр хурса, Кантюк умне пырса тăчĕç, тайма пуçăм парса, вĕсем çăкăрне сĕлкп мĕнĕпех туй хуçине тыттарчĕç.
— Пехил сире, хĕрĕмсем, ÿлĕм хăвăра чыслă ама пулма пÿртĕрех, — аллинчи çăкăрĕпе пуçне тайрĕ Кантюк та, çавăнтах иккĕшне пĕрер кĕмĕл тыттарчĕ. — Укçа пек пуян пулăр, çăкăр пек тутă пулăр. Ырă шыв туйĕ туса таврăнма пире пурсăмăра та телей сунса, ăнас çулăмăра çут кĕ-мĕлĕрпе мар, ыр кăмăлăрпа уçсамăр…
Хĕрсем иккĕш икĕ еннелле пăрăнса тăчĕç. Иккĕшĕ те шап-шурă тумланнă, çуллахи кăвак каç тĕттĕмĕнче юмахри ырă пирĕштисем пек курăнаççĕ.
Тăрантас çине чи малтан Кантюк хăпарса ларчĕ. Лаша тытса пыма майлăрах пултăр тесе, вăл Тухтарăн урине кăштах куçарса вырнаçтарчĕ. Кантюк хыççăн ыттисем те хăйсен лавĕсем çине хăпарса ларчĕç те, унтан пурте укăлча хапхинчен тăрна карти пек вĕçе-вĕçĕн тухса кайрĕç. Лашисем халь-халь ĕрĕхсе каяс пек тапса сикрĕç.
Çулĕ тикĕс те яка — сăрчĕ сăрт мар, лупашки лупашка мар, хыçалтан çеç пăчă шăршăллă тусан тĕнче палăрми карăнса сарăлать. Мĕн вăхăтраччĕ-ши пучаха ларса тикĕсленнĕ çуртри пуççинчен иртрĕç, çĕртме урлă каçрĕç: хĕреслĕ çула тухнă чух пĕр тулли лав иртсе пыратчĕ, Кантюк ăна çул таттарасшăн пулмарĕ, хăй лашине туртрĕ те çав лавран, аскăн çил пек ĕрĕхтерсе иртсе, лешин çулне пÿлсе татрĕ, — лав хуçи чарăнса кăн-кан пăхса юлчĕ. Кантюк хыççăн ыттисем те вирхĕнтерсе иртсе кайрĕç.
Кÿршĕ ялсенче çутăсем курăнсах каймаççĕ. Акă Мишер ялĕ. Лăпланнă урама Кантюк ертсе пыракан лавсем ним мар тăкăртаттарса кĕреççĕ. Ыйхисене вăхăтсăр татнă йытăсем хаяррăн уласа вĕрсе яраççĕ те, мĕн пуласса-иртессе чухлаймасăр, хăйсен хÿтлĕхĕсене тара-тара кĕрсе пытанаççĕ. Каллех ял тулашĕ. Сăрт та айлăм. Каллех хирсем. Айлăм та сăрт. Çĕрлехи тĕттĕм инçет тĕлли-паллисĕр çăралать.
Сиктĕрмеллĕ тăрантас çинче выртса пыракан Тухтар пĕр ăстăркка йăшăлтатса илчĕ. Кантюк ăна хулпуççинчен сĕртĕнсе лăпкарĕ те: «Çывăр, Тухтар, канса çывăр-ха, часах çитес çĕре çитетпĕр», — тесе лăплантарчĕ. Каччă — те хăй ятне илтнипе, те нимĕн тавçăрайман пирки—каллех çывăрса кайрĕ.
Утсем чăм-шыва ÿкрĕç. Çĕпрелĕнчен тухсан, Чăвашкас енне хула çулĕ выртать. Пасаралла каякан лавсем ун тăрăх васкамасăр иртеççĕ. Туй халăхĕ Улхаш хирне тухрĕ. Ялтан çурçĕр еннелле пăрăннă чух Кантюк хăй аллинчи тилхепине туртарах тытрĕ, лашисем канса утма тытăнчĕç. Малта çатма пек такăр сукмак тăсăлать.
Ял хыçĕнчи лаштра йăмра хушшине хĕсĕннĕ çамрăк уйăх мĕлки вашмăк çырмари шывра вăхăт-вăхăт йăлкăшса вылять те каллех пытанать. Кантюк лашисене чарчĕ. Ун патне ывăлĕ васкаса пычĕ.
— Пит те сыхланмалла пулать, Нямаç, — терĕ Кантюк, шăппăнрах мăкăртатма тытăнса. — Çак çыран хĕррипе тăвалла хăпарсан, сылтăм еннелле пĕр канав тухма кирлĕ. Унта, хам астăвасса, тапса тăран çăл пурччĕ. Ара. Хупа пĕрле кама та пулин ертсе кайса пăх-ха. Асту, çÿле хуралçă тăратса хăварма ан ман, — хушрĕ вăл ăна.
Нямаç сăмахласа тăмарĕ. Иккĕн-виççĕн вĕсем çыран хĕррипе иртсе кайрĕç те тĕттĕм çĕрте часах курăнми пулчĕç.
Тем сарлакăш ама курăк çыран хĕррине лаппипе сырса илнĕ. Çын пынипе сехĕрленнĕ шапасем ярса пусмассерен аяккалла сике-сике ÿкеççĕ. Нямаçсем маларах иртрĕç. Çырма леш енче армак-чармак тарасаллă пусă пур. Пусă айккипе валак анать. Шывĕ валакран кункăрака канăçлăн шăнкăртатса юхать. Мăкланнă кункăра, уйăх çути тĕлне пулсан, шупка симĕсĕн курăнать. Нямаçа ашшĕ сылтăм енчен иртмелле терĕ-ха, сылтăм енче канав тавраш палăрмарĕ, эппин тата çÿлерех хăпармалла.
Хăях пуснă çавра кÿлĕре тăп-тăрă шыв йăлтăртатса выртать. Нямаç кÿлĕ умне ÿпĕнсе выртрĕ, кăштах шывне ĕçсе пăхма шутларĕ. Шывĕ сивĕ, пĕр аяккинче вĕресе тăнă пек çаврăнать. Акă ăçта хăйсем çĕр варринче шыракан çăл! Пурин те çакăнта килмелле. Çыранĕ кăшт чăнкăрах та, унта çити лавсемпе кĕме пулĕ-ши? Вĕсем виççĕшĕ те çÿлелле улăхрĕç.
— Эс çакăнта юл. Сыхла, чăвашкассем курăнмалла ан пултăр, — хушса хăварчĕ вăл хăйĕнчен çÿллĕрех çынна.
Лавсем инçе марччĕ. Иртес çул питех тикĕс пулмасан та, кĕперсĕр-мĕнсĕрех каçса килме пулать. Нямаç çакăн çинчен ашшĕне каласа пĕлтерчĕ.
— Ара. Çавă аван та, — терĕ Кантюк. — Унта çăл пуррине тахçанах пĕлеттĕм-ха.
Нямаç малта çул уçса пырать, лавсем ун хыççăн хускалчĕç. Пучах сăхнă сĕлĕпе пăри ани кустăрма айне пулса таптанать. Лашасем, пуçĕсене пĕксе, пĕрер çăвар та пулин çыртасшăн, вĕсене, тилхепесенчен кăра туртса, васкарах малалла утма хистеççĕ. Лавсем майĕпе иртеççĕ. Çынсем пĕр-пĕринпе пăшăлтатса çеç калаçаççĕ. Кантюк ял еннелле пăха-пăха илет. Шăпах-ха, нимĕн те илтĕнмест, чăвашкас-сем канса çывăраççĕ. Кантюка çавă лăплантарать те. Кĕрсе тухас тесен, унта унăн хурăнташĕсем те нумай, хунчăкăшĕсем те унтах пурăнаççĕ.
Часах Нямаç хăварнă хурал патне çитрĕç.
— Нямаç, эсĕ кунта, çÿлте, юл, — хушрĕ Кантюк. — Тухтара вăхăтсăр ан вăрат, хăçан вăратмаллине хам калăп. Ара.
Туй пуçĕ çыран тăрăх йывăррăн катмакланса аялалла анчĕ. Ыттисем те, ун йĕрĕпе анса, кÿлĕ тавра тăрса тухрĕç.
— Витре илсе антăмăр-и çак? —ыйтрĕ Кантюк енчен енне пăхкаласа.
Анчах витрине никам та илсе анман иккен.
— Илсе килĕр хăвăртрах, — хушрĕ вара туй пуçĕ хăйпе юнашар тăраканнисенчен пĕрне.
Каччăсенчен пĕри сăрталла çăмăллăн хăпарса кайрĕ. Кантюк çав хушăра кĕсйинчен пĕр нухрат кăларчĕ те: «Шыв, эпĕр сан патна чухăнпа килмен», — тесе мăкăртатрĕ. Унтан, куçне мăч-мăч хупкаласа, пурин енне те пăхкаласа илчĕ.
— Пухăнас тенисем пухăнса çитрĕмĕр-и-ха, шăллăмсем? — ыйтрĕ вăл хăй тавра пуçтарăннă çынсенчен. Лешсем ăна пĕр сăмах та тавăрса каламарĕç. — Юрĕ, ачамсем, юрĕ, — терĕ вара, аллисене кăкăрĕ çинелле тытса. Пĕчĕк кÿлĕ йăлкăшса курăнать. — Пуçлăпăр. Ара. Пуçланă ĕçĕн пуçĕ кутăнла пултăр, тертлĕ çулăмăр хамăрпа пĕрле пултăр, çакăн пек урăх чăрманмалла килсе ан тухтăр… — Кантюк сассине çĕклетнĕçемĕн çĕклетсе пычĕ. — Ырă пикемĕр, таса çăл шывĕ, — терĕ вара кăштах пĕшкĕнсе, — килтĕмĕр эпĕр сан патна сумлă ятпа та чап кăтартас кăмăлпа. Хамăрпа пĕрле илемлĕ те чипер качча лартса килтĕмĕр. Йăлăнса каланă сăмахăмăра, тархасшăн, ан пÿл-сем, лăпкă хумупа илтсе, шăнкăр чĕлхÿпе тавăрса каласамччĕ пире, хисеплесе килнĕ тарçусене. Вăрăм çулăмăра кĕскетсе, сан патна çитрĕмĕр те халь сана хамăрăн ырă та пуян кин пулма тимлетпĕр. Санăн инçе çулна чĕкеç вĕçсе тухас çук, тупрăна тĕнче виçес çук. Ытамлă ыталайми ырлăхна сана çÿлти аслă пÿлĕхĕмĕр панă. Пирĕн сумлă каччă вара Тухтар сана хĕвеллĕ ир асне илет те уйăхлă каç тунсăхлать, чунтан-вартан савса хисеплет вăл сана, пулас ырă кинĕмĕр, шыв-пикеçĕм, кĕрсемччĕ пирĕн ÿкĕте…
Хальччен кун пек ăрăмçă курман-илтмен çамрăксем Кантюкăн асамлă сăмахĕсене ăсран каяс пек тĕмсĕлсе итлеççĕ. Туй пуçĕ çав вăхăтра пĕшкĕнсе аллипе шыв ăсса илет, унпа питне-куçне уçать. Унтан витрепе кăшт ăсса илет те, шывне пăхса, сăмахне малалла калать:
— Эппин эсĕ те, Пике-шыв, савса юратсамччĕ пирĕн качча. Хамăр тархасланине илтсе, тÿрĕ кăмăлупа ÿкĕте кĕр. Пирĕн мăка чĕлхемĕр сан япшар чĕлхÿне çитес çук, йăваш халăмăр сан канăçсăр вăйна парăнтарасшăн хĕрĕнмĕ. Хăвăнпа пĕрле, аслă Пике-шывăмăр, пĕтĕм тупрăна лартса пыр: пуçтар ăна симлĕ улăхăсенчен; суйла илпеклĕ çаранăсенчен, кĕрпеклĕ тăпру та хамăрпа пĕрле ларса пырайтăр…
Кантюк, тата тем-тем асне илесшĕн пулса, пăртак чĕнмесĕр тăчĕ, унтан çамрăксем еннелле çаврăнчĕ те Тухтара хăвăртрах çакăнта çавăтса акма хушса ячĕ. «Ĕçе хăвăртрах кăна явăçăр, йĕркине пĕлсе тăвăр», —тесе асăрхаттарчĕ вăл.
Нямаç тăрантас патĕнчех тăрса шавлăн анаслатчĕ. Каччăсем тăваттăн, ун умне çитсе чарăнчĕç,
— Çывăрать-и?
— Вăраннăччĕ. Тем йынăшса илчĕ те халь каллех тĕлĕрет пулас.
— Нямаç тете, — илтĕнчĕ Усалук шăллĕн сасси. — Эс пăрăн-ха кунтан, лайăхрах пулĕ. Мĕн тумаллине хамăрах пĕлетпĕр.
Нямаç курăнми пулсан, çамрăксем Тухтар патне пычĕç, ăна вăратасшăн мар пулса, сыхланса çеç пĕр харăс çĕклеме тытăнчĕç. Тухтар вăранса кайрĕ.
— Чим… Мĕн! Мĕн!..
— Шăп пул, Тухтар, эс хамăрпа пĕрле… Тăрататпăр сана паçăртанпах, ниçтан тăмастăн…
Каччăсем ăна çулăхми пулчĕç. Тухтар Эппелюка палласа илчĕ: сарлака та вăрăм алăллă сар Эппелюк. Эй, ара… Мĕн кунта? Ăçта вăл?.. Мĕншĕн тăрантас çинче?.. Тухтар пуç çĕклесе тавраналла пăхкаларĕ. Хăй умĕнче тăракан çынсем те кÿлнĕ лавсем. Çырма хĕрринчи хир. Выртмари пек.
— Чимĕр-ха, ăçта эпĕ?
— Шăп пул, Илтетне, Тухтар? — каллех Эппелюкăн
лăплантаракан сасси. — Шăп пул. Туй курма пĕтĕм ял хăпса килтĕмĕр, сана та илсе каяс терĕмĕр.
— Ăçта? Мĕнле туй?
Тухтар тăрантас çинчен сыхланса анчĕ. Пуçĕ унăн пăтавкка пек йывăр, çаврăнать. Тăнă вырăнта ÿкес мар тесе, вăл тăрантас çунатĕнчен тытăнасшăн пулчĕ. Çав вăхăтрах ăна:
— Мĕнле туй иккенне кайран пĕлĕн, — тесе, иккĕн икĕ енчен ярса тытрĕç те, вăйпа тенĕ пек, çавăта пуçларĕç,
— Чимĕр-ха! —кăшкăрса ячĕ Тухтар, — калăр-ха мана, ăçта ертсе каясшăн эсĕр?
— Ак ĕнтĕ, туя тетпĕр-çке? Çутă хĕвелшĕн калап…
— Эпĕ хамах утатăп.
— Тархасшăн, шăп пул. Тухтар…
— Мĕншĕн шăп пулмалла?..
Тикĕс мар лупашкасенчен такăна-такăна çамрăксем аялалла аннă чух Тухтара хулĕнчен вĕçертрĕç. Тухтар хăй ăçта иккенне пĕлесшĕн пулнă пек енчен енне пăхкаларĕ. Çырма леш енче ял. Утламăш-и?.. Уйăрса илме çук. Вăл çавăнтах çырма тĕпне пуçтарăннă халăха асăрхарĕ, ыттисемпе пĕрле хăй те çавăнта çитсе чарăнчĕ. Çывăрмасăрах тĕлĕк курассу пулĕ. Сылтăм аллинчен тем çыхланнă пек туйăнчĕ Тухтара, вăл аллине çĕклесе пăхрĕ — таçтан темле саламат тупăннă, такамăн шурă перчеткине тăхăнса янă; юрĕ-ха, тепĕр тесен. Ав, пурин те саламатсем пур.
— Мĕн кунта? —тесе ыйтрĕ вăл хăйпе çумăн утаканран, çаплах мĕн иккенне тавçăрса илеймесĕр.
— Туй тăватпăр тетĕп-çке? Курмастнам?.. Эпĕр пуса каччисем..,
— Каччăсем-тĕк каччăсем!.. — Тухтар ыйхăллă куçне шăлкаларĕ. Пуçĕ çаплах çаврăнать хăйĕн. Юрать-ха, çав вăхăтра такам ăна сивĕ шыв ăсса пачĕ. Тухтарăн ăшĕ çунатчĕ, сивĕ шыв ĕçсе ăшне кăнтарчĕ. Шыв ăна калама çук тутлăн туйăнчĕ, анчах пăртакран вăл хăсма тытăнчĕ.
— Çăвăнса уçăл-ха, ачам, çак сиплĕ шывпа, — такам пĕри курка тăсрĕ ун еннелле. Тухтар ним те кирлĕ мар тенĕн, аллине сулкаларĕ, хăй çаплах ÿпĕнсе тăчĕ. Çав хушăра ăна такам мăкăртатса калаçни илтĕнсе кайрĕ:
— Пурччĕ пирĕн Селиме кин… Ырă Пике-шывăмăр, эс ăна хăвăн патна илсе кайрăн… Çилленчĕ пуль вăл ыр кăмăллă çынсене, ылханчĕ пуль, кама та пулин вĕчче хыврĕ пуль… Эс тавăрсамччĕ унăн каçăхми çиллине. Хĕрхенсе мар, чунтан-вартан тархасласа, ĕмĕрĕпе шыранă ĕмĕте тупшăрса, ху патна çакăн пек чысăмăрпа килтĕмĕр те, ан пÿлсемччĕ ĕнтĕ пирĕн сăваплă çулăмăра, ан татсамччĕ пирĕн ятлă сăмахăмăра… Халь эсĕ пирĕн маттур кин пулатăн… Кăтартсамччĕ пире хăвăн чака пĕлмен хăватна, шăрăх кунсенче пире хăвăн имлĕ сулхăнна сунсамччĕ. Тайма пуçăм сана, ырă Пике-шывăмăр…
Тухтар тинех Кантюка палласа илчĕ. Анчах çак вăхăтра ăна Кантюк мĕн хăтланни тĕлĕнтерчĕ, мĕн тăвать вăл, мĕн сÿпĕлтетет, кама асăнать, кĕлтăвать тесе тимсĕлсе пăхрĕ вăл кăвак сухаллă папая. Акă Кантюк кукленчĕ, сăра алтăрĕпе шыв ăсса илчĕ, хăй тавра тăрса тухнă çынсене çав сивĕ шывпа сапса-пĕрĕхсе тухрĕ. Çынсем çÿçенсе чĕтрерĕç. Каччăсем çакăн хыççăн, витресемпе шыв ăса-ăса, çыран тăрринелле улăхрĕç. «Меншĕн? Мĕн тăваççĕ кăсем? »— тесе ниçтан нимĕн тавçăраймасăр тĕлĕнсе тăчĕ Тухтар.
Кантюк юхан çăл шывне çаплах мухтаса тĕрлĕ саламсем пачĕ, çитмен ĕмĕтне çитермешкĕн йăлăнса тилмĕрчĕ, тархасларĕ, кĕлтуса пуççапрĕ, Пике-шывăн савнă мăшăрĕ Тухтар йулать тенине илтсен, çамрăк каччă ярт тÿрĕленсе тăчĕ, ик-виç утăм малалла çывхарчĕ, кунта мĕн пулса иртнине тавçăрасшăн пулса, хăй тĕллĕн темтепĕр ыйтма тытăнчĕ: «Мĕн кунта? Мĕн пырать кунта?.. » ăçта вĕсем? Кирек ăçта пулсан та, тăван ялĕнче мар, çынннсем кăна утламăшсем. Çыннисем те Кантюк папай таврашĕсем çеç. Тухтарăн кунта ĕçĕ çук… Шыв тултаракан каччăсенчен пĕринчен вăл витре ыйтрĕ, леш ăна витрине тăсрĕ, Кантюк; «Юрамасть! »—тесе чарчĕ. Ыттисене юрани ăна юрамасть-и? Мĕншĕн юрамасть? Вăл çапах та çÿлелле хăпарасшăн пулчĕ, унта хăпарсан вăл çак хăй евĕр мар çынлă ушкăнран аяккинелле пăрăннă пулĕччĕ. Тухтар, вăрăмвăрăммăн ярса пусса, çыран хĕррипе улăхма кăна тытăннăччĕ — çав самантра ăна ярса та тытрĕç.
— Мĕн эсир? —хыттăн янăратса вăйпа туртăнчĕ Тухтар. Хăйне тытса тăракансенчен пĕри хăрах аяккинелле кăштах ÿкетчĕ, анчах тепри — Эппелюк иккен—ăна хулĕнчен çатăрласа тытасшăн пулчĕ. Тухтар ăна аллипе хыттăн тĕкрĕ те, вĕçерĕнсе, çÿлелле васкарĕ. Çÿлтен шăпах Нямаç анатчĕ, вăл тÿрех Тухтар патнелле сикрĕ. «Çыхса пăрахас ăна! »—кăшкăрса ячĕ Нямаç. Каччăсем Тухтар патне тăваттăн-пиллĕкĕн çитсе тăчĕç, кăшкăраша пуçланăсксре çĕклесе, каллех тăрантас патне илсе кайрĕç. Унтан ăна алли-урине хыçалалла çавăрса çыхрĕç, тек ан кăшкăраштăр тесе, çăварне тутăр чикрĕç. Тухтар тапкаланчĕ, туртăшрĕ, çăварне чикнĕ тутăрне сурса кăларас пек хăтланчĕ, çапах та инкекрен хăтăлаймарĕ. Ăна пăхма кунта Эппелюк çеç тăрса юлчĕ, ыттисем аялалла анчĕç.
Таврана ирхи кăвак çутă карса илчĕ. Тĕнче уççăн курăнса кайрĕ. Витре хыççăн витре шыв тултса пичкене тултарчĕç. Ĕç пĕтерсен, Кантюк хул хушшинчи шлепкине тытрĕ те ăна çыран айлăмĕ тăрăх кустарса ячĕ, хăй çав вăхăтра та пулин шăппăн мăкăртатрĕ:
— Анас çулăмăр хирĕçле ан пытăр, çапла татах киле-киле чăрманмалла ан пултăр, — терĕ вăл. Хăйпе пĕрле тăракан халăха ертсе, туй пуçĕ çыр хĕррипе васкамасăр хăпарчĕ; тăрантасĕ патне çитсен, Тухтар енне тинкерчĕ, сăмах тавраш каламарĕ, пички тулнине пырса пăхрĕ, унтан кĕсйинчен пăшатан пек вĕçлĕ тимĕр кăларчĕ те пички пуçне аялтан шăхăрчĕ. Шыв йăрăлтатса юхма тытăнсан, Кантюк ăна аллипе тытса чарчĕ.
— Çутăлчĕ ав… — терĕ хăй. — Кунта тек чăрманса тăрар мар. Кĕрчемине Ишлĕрен иртсен те, пĕкĕ çине шăнкăрав çаксан та ĕçме ĕлкĕрĕпĕр. Ара. Халĕ пирĕн хăвăртрах таврăнмалла. Пурсăмăр та кайма хатĕр-и? —ыйтрĕ вăл, куçне мăч-мăч хупкаласа. Те улхашсем сисесрен шикленсе, те урăх сăлтавпа сасси унăн пыр тĕпĕнчен сăтăрăлса тухса çатăртатрĕ.
Лашасем хальтен халь тапса сикес пек тăратчĕç.
— Пурсăмăр та хатĕр!
— Кайрăмăр эппин, — аллине пичке тĕпĕнчен вĕçертрĕ Кантюк. Тăрă шыв юхма тытăнчĕ.
Хĕвелтухăç çуталчĕ. Кун кĕскелсе пынă май, вĕçен кайăк та юрласах каймасть. Улхаш хресченĕсен пÿрт-çурчĕ уйрăммăн таса курăнаççĕ. Вĕсене улăмпа та хăмапа витнĕ. Ял халăхĕ лăпкăн çывăрать. Урам варринчи йăмра тĕлĕнче кăна канăçа пĕлмен кураксен йышлă ушкăнĕ кăранклатса çаврăнать. Кантюк ял çинелле пăхать те сухалне яката-яката илет: çăл патĕнче пулса иртнĕ ĕçе Улхаш халăхĕ сисмесĕрех юлни ăна калама çук савăнтарать. Халлĕхе çапах та ун пăшăрханăвĕ пĕтĕмпе иртмен-ха, çитес çĕре хăвăртрах çитмелле те ĕçе пĕтермелле тесе шухăшлать вăл. Туймет ачипе меллĕ пулса тухрĕ иккен-ха. Хирĕçме пăхать-и? Вĕçне çитсен унта хирĕçтĕрех, пĕр чăрмавсăр ытла тата элле…
Тухтарăн алли-урине, хыçалалла туса, пĕрле туртăнтарса çыхнă, тăрантас çинче ăна тем пек меллĕ мар, йĕпеннĕ куçĕ хĕрелсе кайнă, тусса арпашнă çÿç айĕпе Кантюка сиввĕн те çиллес витерсе пăхать.
— Кăшкăрашма та турткалашма кирлĕ мар теместĕп-и? Ара. Çыхса пăрахса тертлентермен пулĕччĕç… Эс, Тухтарăм, йывăра ан ил, сăрт урлă каçсанах салтса ярăпăр. Илтетне, шăллăм?
Илтессе илтсен те, Тухтара Кантюк сăмахĕ йăпатмарĕ, вăл, тем каласшăн пулса, куçне мăч-мăч хупкаласа уçрĕ, урăхран сăмах илтменнипе пуçне ÿпнелле туса выртрĕ.
Кантюк тара ÿкнĕ çамкине шалпар çаннипе шăлса илчĕ, ларкăч çине хăпарса ларчĕ, унтан, аллине çÿлелле çĕклесе, тилхепинчен туртрĕ. Лашасем тапранса кайрĕç. Тăрантас кустăрмисем, сĕлĕ ани çийĕн тарăн йĕр хăварса, аслă çул еннелле пăрăнчĕç. Лашисем васкавлăн юртма тытăнчĕç. Тăрантас хыççăн ыттисем те ĕрĕхсе каяс пек хыттăн вĕçтерчĕç.
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
Кĕнекере Тупмалли
Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV. Инкек телей кÿрет-им?
XV. Чун патĕнчи сăмахсем
XVI. Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI. Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV. Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ
Çĕр варринче ула лашапа армантан таврăнаканнн Савантей ывăлĕ Терентей пулчĕ. Вăл Кантюка палларĕ, ытти лавсем çине ларса тухнă çынсене те асăрхарĕ — камсем-ччĕ-ши вĕсем — пĕтĕмпе пĕлсе те пĕтереймерĕ, каç пулсан çавсем ăçталла кайни çеç ăна тĕлĕнтерчĕ.
Утламăш пек пысăк мар ялта кам ăçта çÿрени, мĕншĕн кайни-кнлни палăрмасăрах иртмест вăл, Терентей чарăнса пăхса тăрса юлчĕ. Лавсем ял вĕçне çитрĕç те пурте пĕрле кĕпĕрленсе тăчĕç. Ăна-кăна пĕлме-тĕшмĕртме юратакан Терентейĕн каялла çаврăнса вĕсем патне пырас кăмăлĕ те пурччĕ, уитан тулли лавпа çаврăнса лашине чăрмантарма шутламарĕ, майĕпен çеç килнелле уттарчĕ.
Килне çитсен вăл ашшĕне:
— Кантюк папайсем каçа хирĕç лавсемпе таçта тăвалла каятчĕç, укăлча патĕнче чарăнса тăратчĕç,— тесе, ытахальтен тенĕ пек кăна каласа хучĕ.
— Тăватă лавпа тетне?.. Çыннисем йышлăччĕ-и?
— Асăрхас тесех пăхаймарăм та, çирĕммĕн пулатчĕç пуль.
— Элле хеппер, Кантюк папай ĕçе тытăнсах тытăнчĕ иккен! Ну, ăса кĕртесчĕ-çке ăна пĕрре…
Çак сăмахсене илтнĕ Терентей тĕлĕнсе кайрĕ. Ашшĕ унăн çынпа нихçан урлă пулакан марччĕ. Çуртра хăна-вĕрле пуçтарсан та, пурте ăна ырă çын тетчĕç, халь ав мĕнле сăмахлать? Кантюк менле ĕçе тытăннă-ши вара, мĕншĕн ăна «ăса кĕртмелле»? Çаксене пĕтĕмпех ыйтса пĕлме хăяймарĕ. Ашшĕ вара тулли çăнăх миххине кĕлетелле хăпăл-хапăл çĕклесе пĕтерчĕ те пÿлмене пушатмасăрах пÿртне кĕчĕ, ывăлĕнчен мĕн илтнине хăй ашшĕне каласа пачĕ.
Ват Эпселемĕн хăлхи питех илтсе каймасть пулин те, ăсран-тăнран çивĕч-ха, курасса та хăйне кура чипер курать. Кантюк Утламăш халăхĕн ятне яни ăна килĕшмерĕ. Кĕçтенюкран та каллех, вăл тăлăх та чухăн çын тесе, аплах кулма юрамасть.
— Атя, Савантей, — терĕ вăл чĕтренерех тухакан сасăпа. — Кун пек ĕçе ырана хăварма юрамасть, Кантюк ĕçне мĕнле те пулин пÿлме тăрăшмалла.
Эпселем урине çăм калуш тăхăнса ячĕ, арпашнă çÿçне ал вĕççĕн çеç сăтăрса якаткаларĕ. Пÿртре уткаланă май лăнчă çыхнă пиçиххийĕн тĕсĕ кайнă ярапи сылтăм чĕркуççийĕ çине çапăна-çапăна сулкаланать. Каçхи сулхăн çан-çурăмне ан çÿçентертĕр тесе, çине вăл çăмăл сăхман уртса ячĕ.
Савантей сăхман та çакмарĕ. Ашшĕпе пĕрле иккĕшĕ урама тухрĕç.
Çĕрле. Пĕлĕт çинче çăлтăрсем йышлах мар, урамра çапах та ытла тĕттĕм пусмасть. Ялта сас-чÿ илтĕнмест. Вăтакас енчен кăна пĕр тăлăх шакăртма хурлăхлăн сасă парса илчĕ те чарăнчĕ. Каллех шăп. Эпселемпе ывăлĕ Кантюксен тĕлне çитрĕç. Лапсăркка тирек мамăкĕ çĕр питне шуратмалăх тăкăннă. Крыльца пусмипе малтан Савантей хăпарчĕ, Эпселемĕ аялта чарăнса тăчĕ. Савантей майĕпен çеç алăка шаккарĕ те тăхтаса тăчĕ. Пăлтăртах выртакан çыннисем пурччĕ пулмалла, кравать çатăртатни илтĕнчĕ, кăштах тарсан:
— Çын пур-и унта? —тесе ыйтрĕ пĕр хĕрарăм.
— Эпир-ха, çĕр варринче килсе чăрмантаратпăр та, — терĕ Савантей, — килтеччĕ-ши Кантюк папай?
— Ак ĕнтĕ… Çук çав, килте çук вăл…
— Нямаçпа та пулин калаçса пăхма пулмĕ-ши? Пĕр çăмăлпа килсеттĕмĕр.
Хĕрарăм, хăй кампа калаçнине уйăрса илсе, алăк патнерех çывхарчĕ, питĕркĕчне çапах та уçмарĕ.
— Нямаçĕ те çук, — терĕ хĕрарăм. — Вĕсем… Каç вырт-маллипех… пасара тухса кайрĕç… Кирлех пулсан, вĕсен карчăкĕ килте, кĕрсе вăратас мар-и? —ĕххĕм-ĕххĕм ÿсĕркелерĕ хĕрарăм.
— Вăратма кирлĕ мар, — аллине сулчĕ Савантей, — ну, чиперех тăрса юл-ха эппин, эпĕр утрăмăр.
Савантей, ытла сас тăвас мар тесе, васкамасăр, сыхланса çеç пусса çÿлтен анчĕ.
— Кам пĕлет тата, — терĕ Эпселем. — Пасара çеç кайнă тет те. Çаплах пулсан хамăра лайăх мар пулса тухĕ…
— Çавăн пек йышлăн пасара çÿремеççĕ ĕнтĕ, каясса та
Тукасран тухса кайнă-çке, — пÿлчĕ ăна ывăлĕ. — Терентей каларĕ мана, хам куçăмпа хам куртăм терĕ, çирĕммĕн те пулатчĕç пуль вĕсем терĕ. Вăл тÿрĕ ача.
— Апла тесен çав. Кантюкĕ чее-ха. Мĕскĕн кĕтÿçе илĕртсе те ÿкĕте кĕртме пултарĕ.
Савантей шултăран яра-яра пусать. Ун хыççăн ватă ашшĕ те юлмасть, туйипе таклаттарса утать вăл.
Хурал пÿрчĕ патнелле çитеспе шакăртма сасси тепĕр хут илтĕнсе кайрĕ. Кас хуралçи хăрах алăллă. Çанат, пушă çаннине суллантарса, урамра васкамасăр уткаласа çÿрет. Каçхи çынсене курсан, вăл хăех малтан сывлăх сунчĕ.
— Канăç çук иккен сана çĕрле, Çанат шăллăм?
— Ĕçĕм çавăк пек-çке, Эпселем папай.
— Мĕн тума çÿрен, ялта хуралçă та кирлĕ,— сăмаха хутшăнчĕ Савантей.— Мĕнле пек, каçхи ялта вăл-ку илтĕнмест пуль?
— Çук-çке,— тинкеререх пăхрĕ кĕсйинчен кукăр чăпăклă чĕлĕмне кăларнă Çанат.— Мĕн те пулин илтмерĕр пуль те?
— Илтесси-мĕнĕ… Кĕçтенюк кунта килмерĕ-ши терĕмĕр, çавăнпа курнăçмаллаччĕ пирĕн…
Çанат çăмăллăн сывласа ячĕ.
— Кĕçтенюк халь Куршанкăра тăрать,—терĕ вăл, Савантейсем ăна ăçта ĕçленине пĕлмеççĕ пуль тесе.— Каç пуласпа çеç Кĕçтенюка куртăм та, пĕчченех Куршанка кайрĕ.
— Куршанках тетне?
— Куршанках кайрĕ. Кĕтÿ кĕтет-çке вăл унта?
— Э-э, Кантюксемпе пĕрле каймарĕç-ши тесеттĕмĕр-çке.
«Ахалех чăрмантарса çÿретпĕр иккен, пурте чпперех-ха»,— тенĕ пек шухăшласа, Эпселем килнелле те утасшăнччĕ, çапах та кăшт тăхтаса тăчĕ.
— Кантюксем…— Çанат, тем асне илес пек аяккинелле пăхса, чĕлĕмне шаккарĕ те Савантей еннелле вăртах çаврăнса тăчĕ.— Чим-ха, чим, ара, Шинкĕл лашасем тытса килетчĕ те, хуçасем инçе çула тухса каймаççĕ-ши терĕ пулас? Çапла, çавăн пек сăмах пулчĕ çав хамăр хушăмăрта. «ăçта каяççĕ вара»,— тесе ыйтрăм та, Шинкĕл калать: «Ун пеккине мана пĕлтермеççĕ вĕсем»,—тет.
Вĕсем виççĕш те çурри çĕмрĕк кĕçĕн алăка уçса хура хурал пÿртне кĕчĕç. Лутра мачча. Тĕтĕм шăрши чыхăн-тарса çнтерессĕн сăмсана çурать. Хăрăмланнă стенасем йăлтăртатса курăнаççĕ. Çу чĕпкуçĕ аран тĕлкĕшсе мĕлтлетет. Çанат, ÿсĕркелесе, чĕлĕмне тивертсе ячĕ. Çăра тĕтĕм хăйне çеç мар, Эпселеме те чыхăнтарчĕ. Ватă Эпселем тăрăх сак çине çĕмрĕк куçлă чÿрече патне пырса ларчĕ — унта сывлăш уçăрах. Çанатăн куçĕ пÿрленнĕ, пĕртен-пĕр аллипе куççульне шăлкаласа, Эпселем патнерех пырса ларчĕ, сывлăшне кантарса тарăннăн çавăрчĕ.
Вăхăт чылай та иртмерĕ — Элентей хурал пÿртне килсе кĕчĕ, пÿртри çынсене сывлăх сунчĕ. Вăл Тухтара шырама тухнă иккен: «Çитмен вырăн хăвармарăм, ниçта та тупаймарăм», —-тет. Тухтар ăçта кайма пултарнă, никам та каласа паман, аптранă енне, хурал пÿртне кĕрсе пăхас тенĕ, Çанат та курман иккен ăна.
Савантейпе Эпселем сасартăк пĕр-пĕрне кăнн! пăхса нлчĕç. Савантей тинех тем асне илнĕ пек пулчĕ.
— Эй, чимĕр-ха, Кĕçтенюк килтех пулсан, Кантюксем çав Туймет ачине ертсе кайман-ши? —ыйтрĕ вăл.
— Ăçта? Мĕншĕн?.. — маларах иртрĕ Элентей.
— Шыв вăрлама, ара! Шыв туйĕ ирттересшĕн-çке вĕсем?
— Шыв? Шыв туйĕ? —Элентей хăй те чĕлĕмне тивертсе ячĕ. — Ку мĕнле япала тата? —вăл пĕрре Савантее, тепре Эпселеме пăхса илчĕ.
— Ах, Элентей шăллăм, кассан турпас тетпĕр, — Эпселем пĕркеленнĕ аллипе сарлака çамкине шăлса илчĕ. — Каласах пулать ĕнтĕ. Ялта хура ĕç пулса иртесрен чунăмăр çук. Кăçал çу типĕ килнине пула, Кантюк пĕр-пĕр ялтан шыв илсе килес пек сăмахлатчĕ. Тытнă шухăшĕн вĕçне çитермесĕр каймасть пуль ĕнтĕ вăл. Кĕçтенюка шыв кĕрĕвĕ тăвас пек калаçатчĕ. Кĕçтенюк, ав. Куршанкăра тет иккен. Ятлă-шывлă çынсемпе çыхланма хăраççĕ, вĕсене тăлăх та чухăн калча кирлĕ. Халь вĕсем Туймет ачине ертсе кайман-ши тетпĕ