Митта Ваçлейĕ
Кĕрхи илем
Кĕрхи сăнарăн пур ĕлккемлĕх,
Чуна кайса тивен илем.
Çунаççĕ çулçăсем хĕлхемлĕн,
Вĕçсе иртеççĕ кайăксем.
Пăлан пек ĕнесем çÿреççĕ
Пас тытнă çеремсем çинче.
Хĕвелĕн пичĕ пĕчĕкçеççĕ
Ирхи тĕтрелĕх хыçĕнче…
Саламлă, савнăçлă, ĕлккемлĕ
Ик куç тулли кĕрхи илем…
Анчах та темшĕн, тем хĕрхеннĕн
Кăшт ассăн сывласа илен?..
Шавланă-иртнĕ çамрăк шухлăх
Темме çаплах аса килет?..
(Малта?.. Малта мĕн?—Шурă пушлăх
Тесе ак рифма ответлет.)
Мĕнпе кунçулăм курĕ кунăç,
Мĕскер хăварăп асăнма?
Кĕр кунĕ! Ырлăхлă кĕр кунĕ,
Кĕвĕçтеретĕн эс мана.
Эс пур — кунта ахаль килмерĕн,
Эс патăн мĕн памаллине.
Ним çук çĕре эс çимĕçлерĕн,
Хисеп туса ĕç аллине.
Ак халĕ сумлăн уйрăлатăн,
Ху тивĕçне хăвах туйса…
Çапла каять çул çитнĕ ватă,
Ун сăнĕ лăпкă та таса.
Юлашки хут ăна чыс тунăн
Кашлаççĕ савнă йăмрисем.
Йĕри-тавра тăраççĕ унăн
Мал ĕмĕтлĕ ывăлĕсем…
Поэтăм, вилĕме ан асăн,
Çак пурнăç — ĕмĕрхи илем.
Кунçулĕ кăлăх пулмасассăн,
Вилсен те пурăнать этем.