Пĕр ухмахăн юратнă сăмахĕ


90-мĕш çулсенче тухнă çак повесть Чăваш литературин тултан тата шалтан хĕсекен репрессисене хĕсĕннĕ сассине уçса ярать, аторитетăн мар, авторăн шухăшĕ вăйланать. Детектив евĕр вуланакан хайлаври тĕп персонаж, хăравçă- çыравçă, йăпăлтак евĕр Таранов хăй çухатнă канăçне, «официаллă шухăш чури пулас килмен» çынсен  хавхи урлă каялла тупса илет. 70-80-мĕш çулсенче пурăнса курнă çынсем калав чăнлăхĕпе киленме пултараççĕ, хальхи ăру çыннисем унăн тÿрĕлĕхне пахалаччăр. Николай Мартыновăн повеçĕ чун тата совеç çинчен ырă хыпар пĕлтерет.


Николай Мартынов


Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 13 14

Пĕр Ухмахăн Юратнă Самахĕ

Повесть

1

Ĕмĕрхи çылăхлă çĕр çинче инкек тени нумай-ха, ку енче те, леш енче те пур. Вĕсенчен пĕри-и е тата иккĕшĕ-виççĕшĕ пĕр харăсах кĕтмен çĕртен кирек кама та çитсе çапма пултараççĕ — вăл-ку енчен асăрхануллă çынна та тиркемеççĕ. Таранов акă юлашки çулсенче ытлашши чĕрре кĕмесĕр лăпкăн пурăнма тăрăшать, çапах авăн уйăхĕн вĕçĕнче вăл та тамăка лекнĕ майлах нушаланма тытăнчĕ. Тахăш енчен çут çанталăк саккунĕ улшăнчĕ. Çĕр чăмăрĕ Хĕвел тавра урăхларах çаврăнма пуçларĕ тейĕн: çутă кунпа тĕттĕм çĕр ылмашăвĕ пăтрашăнса кайрĕ Тарановшăн. Çапла, инкекĕ унăн хăйне евĕрлĕ: çĕрле ăна çывăрайманни аптратать, кăнтăрла — ыйхă килни. Тепĕр чух хайхи мĕскĕн сĕтел хушшинче ларнă çĕртех тĕлĕк курма пуçлать. Сĕтел хушшинче çывăрса; кайни хăш-пĕр çыншăн темех мар пуль-ха, анчах Таранов писатель-çке, ун пек чухне сĕтел хушшинче ыйха путни хăрушăран хăрушă, мăшкăлтан мăшкăл. Çавнашкал пăтăрмахран хăтăлас тесе вырăссен турринчен те, чăвашсен пихампарĕпе пÿлĕхĕнчен те пулăшу ыйтăн. Çанталăк йĕпе-сапаллă тăрать пулсан кун йĕрки пăсăлнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар пек: тăтăшах çумăр шăпăртатни кирек мĕнле çын кăмăлне те хăш енчен те пулин пăсать, йăмшаклатать, сÿтĕклетет. Анчах авăн уйăхĕн вĕçĕ кăçал янкăр уяр: хула çинче кашни кунах кăн-кăвак тăрă тÿпе йăлтăртатать, урамсемпе парксенче эрешмен картисем вĕлтĕртетеççĕ. Кун пек чухне çĕрле канлĕн çывăр та кăнтăрла пÿрне ыратакан пуличчен ĕçле, анчах Тарановăн аллине ручка тытма та вăйĕ çук тейĕн. Юлашки вăхăтра, кăмăл-туйăмĕ чăтма çук начар çав унăн, ахальтен мар халь вăл çут çанталăкăн ĕмĕрхи саккунне те пăхăнаймасть.

Çулталăкра вун икĕ уйăх, вĕсенчен кашниех хăй евĕр илемлĕ. Тарановшăн вара авăн уйăхĕ — чи илемли. Чи илемли çеç мар, питех те тухăçлă усăлли, ĕçлеме, пурăнма вăй хушаканни. Эй, мĕн каласси пур: Таранов авăн уйăхĕ валли тата чаплăрах эпитетсем шыраса тупма пултарать! Ара, çак уйăхра вăл кирек хăш çул та хăйне ытти вăхăтринчен хаваслăрах, паттăртарах, ирĕклĕрех туйнă-çке. Ун чухне ĕçĕ те ялан тенĕ пекех ăнса пынă. Çавна май кăçал та вăл авăн уйăхĕ çитессе хавхалансах, çунатлансах кĕтнĕччĕ. Тÿррипе каласан, çавнашкал хавхаланма, çунатлăнма тепĕр пысăк сăлтав та пурччĕ ĕнтĕ унăн: пĕр журналăн авăн уйăхĕн номерĕнче хăйĕн пысăках мар калавĕ çапăнса тухасса Таранов çур çул малтанах пĕлнĕччĕ. Вăл çамрăк писатель мар-ха, кĕнеки те чылаях кун çути курнă унăн, çапах хăйĕн çак япали пичетленеççĕ çамрăк чухнехи пекех вĕткеленсе, хăпартланса кĕтрĕ: çавăн çинчен шухăшланă самантра пĕрре мунчари пек вĕриленсе кайрĕ, тепре пăрлă шыва лекнĕ пек çÿçене-çÿçене илчĕ.

Пичетлеме палăртнă япала кун çути куратех. Журналăн тăххăрмĕш номерне Таранов мăнаçлăн, хаваслăн тытрĕ, страницăсене хăвăрт-хăвăрт уçкаласа чи малтан «Киремет тытамакĕ» калавне шыраса тупрĕ. Хăй мĕн çырнине пĕрремĕш саспаллирен пуçласа юлашки пăнчă таранах пĕлет пулин те тимлĕн, пĕр сăмах сиктермесĕр тенĕ пек вулама пуçларĕ. Хăш-пĕр вырăнсем хăйне çав тери килĕшрĕç те, хутран-ситрен: «Ай, маттур-çке эс, Микихвер, ай, маттур-çке — пăх-халĕ, еплерех çырма пултаратăн! »— тесе йăл-йăл кулкаласа илчĕ. Анчах савăнăçĕ унăн нумая пымарĕ — калава çурри таран вуласан хайхискер самантрах вĕриленсе кайрĕ, диван çинче лараканскер çамки çине шăрçаланнă тар пĕрчисене аллипе шăлса типĕтсе ури çине сиксе тăчĕ, журнала урайнелле вăркăнтарчĕ:

— Эй, шуйттансем! Нит сăмаха кăмăл сăмахпа улăштарнă! Хăйсем вара улăштармастпăр, çаплипех хăваратпăр терĕç. Икĕ питсем эсир, илтетĕр-и, икĕ питсем!

Ку сăмахсене Таранов чышкине чăмăрта-чăмăрта, хыттăн кăшкăрсах каларĕ. Редакцире ĕçлекенсем илтчĕр терĕ пулĕ ĕнтĕ, анчах çав сухăр вĕлтрен пек, сăмахсем урамалла янраса тухаймарĕç, пĕр чÿречеллĕ тăвăртарах пÿлĕмрех пăчланчĕç. Çăвар туллин кăшкăрнă хыççăн Таранов кăштах лăпланнă пек пулчĕ те урайĕнче саркаланса выртакан журнала тепĕр хут ярса тытрĕ. Кунта кăна улăштарнă пуль-ха, «нит» сăмаха ытти çĕрте çаплипех хăварнă-тăр тесе каллех вулама пикенчĕ. Шаннă кайăк йăвара пулман тесе ахальтен каламан иккен чăвашсем: калавра «нит» сăмахăн шăрши те çук. Таранов аптрамаллипех аптраса ÿкрĕ, чун-чĕреренех кăмăлсăрланнăскер, диван çине чĕрĕп евĕрлех мĕскĕннĕн хутланса выртрĕ вăл:

— Шĕшлĕсем эсир, урăх ним те мар.

Редакцире ĕçлекенсене куç хыçĕнче тем каласа та тустарма пулать-ха, анчах çапла хăтланнипе кăмăлна ниепле те лăплантараймăн. Таранов хаш! сывласа илсе ĕшенчĕклĕн тăрса ларчĕ. Кĕçех аллине ручка тытрĕ, журналта çапăнса тухнă калавĕнчи «кăмăл» е «совĕç» сăмахсене хурата-хурата «нит» тесе çыра-çыра хучĕ. Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ пек пулса тухрĕ ку. «Халех редакцие çитетĕп, унта ĕçлекенсене пăскăртса илетĕп», —чунтан тарăхрĕ вăл. Анчах ку шухăш Таранов пуçĕнче самантлăха кăна мĕлтлетсе илчĕ. Журнал редакцийĕ Пичет çуртĕнче, унта вара çăмăллăнах кĕреймĕн. Алăкне уçса яратăн çеç, кирек хăçан та милиционер куçунтанах тĕллет: «Сирĕн кам патне кĕмелле? » Сиввĕн ыйтать-ха тата, вара хăвна темле ирсĕр ĕç тунă путсĕр çын пек туятăн: «Эп ăнсăртран вăрă мар-и, плагиат мар-и? » Тасаран çавăн пек мĕскĕнленес килмест Тарановăн, çавăнпа та редакцисене вăл сахалтарах çÿреме тăрăшать, унта ĕçлекенсемпе мĕн çинчен те пулин калаçмалли тупăнсан чылай чухне телефона шанать. Халь те вăл хыпалансах аллине трубка тытрĕ, анчах хăйĕн калавне пичете хатĕрленĕ çынна шыраса тупма çăмăлах пулмарĕ — виçĕ-тăватă çĕре шăнкăравлама тиврĕ: пĕри пĕрин ятне асăнчĕ, тепри виççĕмĕшĕ çине йăвантарчĕ. Тăваттăмĕшĕ кăна уççăнрах какалаçма хăюлăх çитерчĕ:

— «Нит» сăмаха мĕншĕн улăштарнă тетĕр-и? Вăл — диалектизм. Ун пек сăмах Ашмарин словарĕнче те çук.

— Словарьсенче çук-ха, анчах çĕр çинче пур-çке вăл, пур! —Хĕрсе кайсах хирĕç тавăрчĕ Таранов. — Çав сăмах эп çуралса ÿснĕ ялта пурăнакансен калаçăвĕнче час-часах янăрать. «Унăн ничĕ çук», «ничĕ çавнашкал унăн», «вăл нитсĕр çын», «нит тени пурне те кирлĕ» теççĕ пирĕн ялсем. Çавнашкал сăмах çаврăнăшĕсене ман аттепе анне тата ыттисем хăçан тата мĕн пирки каланине аса илетĕп те, «нитпа» «кăмăл» хушшинче танлаштару палли пачах лартас килмест. Ман шутпа, «нит» сăмах вырăссен «совесть» сăмахĕпе хурăнташлăрах пек.

— Кун пирки эсир Саркайпа, Никон Никоновичпа, калаçса пăхăр-ха, — сĕнчĕ редакцире ĕçлекен, —Вăл пирĕн редколлеги членĕ. Кирек мĕнле ыйтупа та пысăк авторитет. Чăваш литературин улăпĕ. Сирĕн калавăра та эпир ăна вулаттарнă. «Нит» сăмаха улăштарма вăл хушнă.

Саркай хăйне чăваш литературин вилĕмсĕр классикĕ тесе шутлать имĕш. Хăш-пĕрисене ĕненес пулсан Çавал тăрăхĕнчи тăван ялĕнче вăл ятарласах чул çурт лартнă, унта вара хăй вилнĕ хыççăн унăн ячĕпе музей уçмалла иккен. Çавна май пули-пулми çынна унпа тĕл пулса калаçма ансатах мар. Хăйне мăнкăмăллăрах тыткалать. Çÿллĕ те патмар кĕлеткеллĕскер кирек кам çине те куçне хĕсерех пăхать. Хулăн çÿçĕ юр пекех шап-шурă пулин те арçын кĕрнеклĕхĕ пĕтмен-ха унăн. Кампа мĕнлерех калаçмаллине вăл тахçантанпах пĕлет. Тарановпа унăн парас-илесси çук. Тата Таранов ăна нихăш енчен те пулăшма пултараймасть, сиен кÿме те вăй çитереймĕ. Апла пулсан шăла мĕншĕн шарт çыртса лартмалла?

— Çĕнĕ сăмах шухăшласа кăларса историе ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлас килет-им сирĕн? —ылтăн кăшăллă куçлăхне тÿрлете-тÿрлете сăмахне тăрăхларах пуçларĕ Саркай иккĕш редакцире тĕл пулсан.

— «Нит» сăмаха эп шухăшласа кăларман, унпа пирĕн енче ĕлĕкренпех усă кураççĕ.

— Литература чĕлхи çÿп-çап хутаçĕ мар, — ăслă сăмах каларăм тенĕ пек мăнаçлăн кулса илчĕ Саркай. —Унта тĕрлĕ диалектизмсене чыхса тултарни илемсĕртен илемсĕр япала. Эсир юратнă сăмах Ашмарин словарĕнче те çук, çавна асра тытмалла чи малтан.

— Хăй вăхăтĕнче Ашмарин кашни чăваш ялнех çитме пултарайман, çавна май унăн словарьне кĕмесĕр юлнă сăмах халăхра сахалах мар-тăр.

— Истори сирĕншĕн сĕм вăрман иккен, — тиркешрĕ Саркай. — Корреспондентсем йышлă пулнă Ашмаринăн. Чăваш çĕрĕнче вĕсем çитмен кĕтес хăварман.

— Кун пирки йăнăшатăр, Никон Никонович, тем тесен те йăнăшатăр, — хирĕçлерĕ Таранов.

— Эп йăнăшнине йăнăшманнине сирĕн пеккисем мар, ыттисем хаклĕç, — пуçне яштах каçăртрĕ Саркай. — Чим-ха, чим, эсир юратнă сăмахăн пĕлтерĕшĕ пысăк-çке. Ăна литература чĕлхине кĕртсе наука кандидачĕ е докторĕ пулма ĕмĕтленетĕр пулĕ-иç! Ха-ха-ха!

Тăраниччен ахăлтатса кулнă хыççăн Саркай тек сăмах та хушмарĕ — сывпуллашма васкарĕ. Унтанпа икĕ эрнене яхăн иртрĕ ĕнтĕ, анчах Саркай ахăлтатса кулни Таранов хăлхинче халь те чĕрине ыраттарса усаллăн янрама ча- рăнман-ха. Вăл çывăрма кăна выртать — куç умĕнче Саркай сăнĕ курăнса каять, пÿлĕмре унăн кулли янрама тытăнать. Кун пек ăçтан канлĕн ыйха путăн? Çук-ха, Таранов йĕркеллĕ çывăраймасăр аптранăшăн Саркай кăна айăплă мар, тепĕр сăлтав та пур.

Таранов хăйне чун-чĕреренех пăлхантаракан пĕр вăрттăн пăтăрмах çинчен пачах ăнсăртран пĕлчĕ. Ун чухне, кăнтăр çитеспе, вăл сумка çĕклесе гастронома уттарчĕ: писатель те çимесĕр пурăнаймасть, унăн та хырăм валли кашни кун тенĕ пекех мĕн те пулин туянмалла. Ăна гастроном умĕнче Нарспи Гавриловна хирĕç пулчĕ. Аллă çулалла çывхарать пулĕ çав хĕрарăм. Сăнĕпе кĕлеткинчен аптрасах каймасть вăл: яштака пÿ-силлĕ, хуп-хура куçлă. Ытти чухне вĕсем ăçта та пулин тĕл пулсан пĕр-пĕрне сывлăх сунаканччĕ те иртсе каяканччĕ. Хальхинче Таранов сăмах хушмасăр тÿсеймерĕ:

— Самантлăха тăхтăр-ха, тархасшăн. Ман сирĕнтен ыйтса пĕлмелли пурччĕ.

Нарспи Гавриловна аптекăра ĕçлет. Таранов вара, икĕ хутчен инфаркт çапса ÿкернĕ çын, тăтăшах больницăра выртса сипленет, килĕнче чухне те тĕрлĕрен эмел ĕçме тивет. Тата акă еплерех инкек пур: хăйне кирлĕ эмеле хулари темиçе аптекăна çитсе те туянаймарĕ. Çавăнпа та Таранов хайхи Нарспи Гавриловнăпа чарăнса тăрсах калаçма шут татнинчен ним чухлĕ те тĕлĕнме кирлĕ мар. Вăл тÿрех хăйĕн хуйхи-суйхи пирки сăмах пуçарчĕ:

— Уйăха яхăн черет тăратăп ĕнтĕ сирĕн аптекăра, анчах кордарон та, сустак та туянса пулмарĕ. Мĕнле, пур-и çав эмелсем халь сирĕн патăрта?

— Çук çав, çук, — аванмарланса хирĕçлерĕ Нарспи Гавриловна. — Виçшер уйăх кĕтекенсем те пур, ун пеккисен ыйтăвĕсене те тивĕçтерейместпĕр. Мĕн тăвас тетĕн — дефицит.

— Хайхи эмелсем пуриншĕн те дефицит мар пуль-ха, тупăнаççĕ пуль вĕсем паллăрах çынсем валли. —Ку йÿçĕ сăмахсене пылаклатас тенĕ пек, Таранов йăл кулса илчĕ, пăртакран сăнне тĕксĕмлетсе çапларах хушса хучĕ: — Усалпа ултавăн ури вăрăм çав, больницăпа аптека, таврашне те çитсе пусрĕ вăл. Унта ĕçлекенсен кирек хăçан та чун-чĕре тĕлĕшĕнчен таса пулмалла пек, мĕншĕн тесен вĕсем сывлăх хуралçисем.

— Вăл-ку енчен чи малтан писательсен тасарах пулмалла-тăр, мĕншĕн тесен вĕсем халăха вĕрентекенсем, — сăмахне çивĕччĕн çавăрттарчĕ Нарспи Гавриловна. — Анчах хайхискерсем хăйсем кам пулнине манаççĕ те пĕр-пĕрне ура лартма та вăтанмаççĕ. Ура кăна лартаççĕ-и-ха— пĕр-пĕринне çырнисене те вăрлаççĕ.

— Капла эсир пире, писательсене, çурмаранах çапса хуçрăр-çке, —пуçне кăмăлсăррăн пăркаларĕ Таранов. — Пирĕн те çитменлĕхсем пур, паллах, эпир те çынсемех… Çапах та ытлашши чăркăшатăр пуль?

— Ытлашши, эппин? —Таранов çине хура куçĕпе чăр пăхса илчĕ Нарспи Гавриловна. — Анчах акă мĕн:  эсир Палтай Кавĕрли çинчен илтнĕ-и?

— Кам вара вăл? Пачах пĕлмен ят.

Нарспи Гавриловна, сăнĕнчен самантрах тĕксĕмленнĕскер, кăкăрне хускатса хаш сывларĕ:

— Палтай Кавĕрли çинчен эсир те илтмен эппин? Юрĕ, илтмен пултăр. Ямаш Ваççи вара сирĕншĕн паллăран та паллă ят, çапла-и?

— Çапла, ăна лайăхах пĕлетĕп, — килĕшрĕ Таранов. — Тахçан çамрăк чух эп унпа пĕрле пĕр сĕтел хушшинче те ларкаланă. Пултаруллă писательсенчен пĕри вăл. Унăн «Çĕр юнĕ» романне классика теме те пулать.

— Апла калатăр та, анчах çав романа Ямаш Ваççи хăй çырман, Палтай Кавĕрли çырнине хăй ячĕпе пичетлесе кăларнă! —сассине хăпартарах каларĕ Нарспи Гавриловна. — Атте алçырăвне кăшт-кашт улăштаркаласа хăйĕн аллипе куçарса çырнă пуль ĕнтĕ.

— Палтай Кавĕрли тени сирĕн аçăр-им? —тавçăрса илчĕ Таранов.

— Çапла, ман атте, — хурланарах хуравларĕ Нарспи Гавриловна. — Чăн-чăн ячĕ унăн — Балдаев Гаврил Васильевич. Хăй çырнисене вăл Палтай Кавĕрли ятпа пичетленĕ. Çапăнса тухнисем нумаях мар унăн: виçĕ-тăватă калав тата вырăсларан чăвашла куçарнисем. Малтан вăл ялта учительте ĕçленĕ, вăтăрмĕш çулсем варринче вара Шупашкара куçса килнĕ, кĕнеке издательствинче ĕçлеме пуçланă. Талантсăр çынах пулман-тăр, ахальтенех ăна ялтан хулана чĕнсе илмен. Хăй издательствăра ĕçленĕ, пичетленнĕ япалисем çукпа пĕрех тесе тĕлĕнеттĕм малтан, халь вара пачах тĕлĕнместĕп. Пысăк япала çырасшăн хыпса çуннă вăл, çавна ăнланатăп. «Пĕрмай сĕтел хушшинче ларатчĕ, пĕрмай çыратчĕ аçу», —çапла калатчĕ анне. «Куçарса çырмалли нумай юлмарĕ, кĕçех юлашки пăнчă лартатăп», —час-часах çавăн пек çунатланнă атте, анчах кĕтмен çĕртен вăрçă сиксе тухать те, вăл тÿрех фронта тухса каять. Ыттисемпе танлаштарсан телейсĕртерех çын пулнă-ши— виçĕ уйăхранах пуля тĕлне пулать. Эп вара çĕр çине атте вилнĕ хыççăн тăватă уйăхран килнĕ. Атте аннене: «Ывăл çуралсан Сетнер ятлă хур, хĕр çуралсан — Нарспи», —тесе каласа хăварнă пулнă та, эп халь Нарспи ятлă авă. Анчах сăмахăм ман кун пирки мар-ха. Çĕр çинче ытла та ирсĕр çынсем пур-çке, çавă тапхăр-тапхăр ман чĕрене çурăлса каяслах ыраттарать. Пĕри сăваплă вăрçă хирĕнче пĕтет, — ĕмĕрлĕхех тĕп пулать, тепри вара унăн ĕçне вăрлать те ĕмĕрлĕхех ырă ятлă пулса юлать.

— Ун пекки чăтма çук килĕшÿсĕр, ун пеккине ниепле те каçарасшăн, — сăмахне хĕрарăм майлăрах шутарчĕ Таранов. — Аçăр алçырăвĕ Ямаш Ваççи аллине мĕнлерех çакланнă вара?

— Анне пирĕн хутла сахалтарах вĕреннĕ хĕрарăм пулнă, çавăнпа çакланнă пуль, —терĕ Нарспи Гавриловпа. — Тен, уншăнах та мар-тăр. Юлташлă пулнă ман аттепе Ямаш Ваççи, пурнăç ырă чух пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Ун пек чухне çынна шанатăн. «Вăрçăра пĕтнĕ юлташĕшĕн ырă ĕç тăвасшăн хыпаланать ĕнтĕ ку», —тесе шухăшланă-тăр анне. Ара, çавăн чух Ямаш Ваççи йăпăл- йăпăлах калаçнă-çке. «Кавĕрле алçырăвĕсене тĕплĕнрех пăхса тухатăп-ха, пĕр-пĕр кĕнеке майлаштарма çук-и?»— тенĕ вăл. Хăй, вăрçăран ыррăн-сыввăнах таврăннăскер, каллех кĕнеке издательствинче вăй хума тытăннă. Нумаях та вăхăт иртмен — Ямаш Ваççи аннене: «Кавĕрле! алçырăвĕсем хушшинче пичете юрăхли тупăнмарĕ», —тесе пĕлтернĕ. Анчах çакăн хыççăн ултă çул иртет те, Ямаш Ваççин «Çĕр юнĕ» романĕ çапăнса тухать. Атте çырнине тÿрлеткеленĕ-тĕр тĕллĕн-тĕллĕн, çапах та…

— Тăхтăр-ха, — хĕрарăма пÿлчĕ Таранов. — «Çĕр юнĕ» роман пĕрремĕш хут вăтăр-вăтăр пилĕк çул каяллах кун çути курнăччĕ пулас. Вăхăчĕ сахал мар. Çав хушăра вара эп Ямаш Ваççи пирки апла-капла каланине пачах илтмен. Тĕлĕнмелле.

— Ним те тĕлĕнмелли çук унта! —сăмахĕ витĕмлĕрех пултăр тенĕ пек, аллине лашт сулчĕ Нарспи Гавриловна. — Ямаш Ваççи ултавĕ çинчен эп хам та пĕлтĕр кăна пĕлтĕм… Манăн Куçма кукка пур… Чим-ха, тĕрĕсрех каласан, пурччĕ темелле пуль: кăçал çуркунне вилчĕ.  Ăна пытарма кăркăссем патне хам та кайса килтĕм.

— Ытла инçетре-çке, —сăмах хушмасăр тÿсеймерĕ Таранов.

— Нуша илсе çитернĕ унта ман куккана, нуша, — терĕ Нарспи Гавриловна. — Вăтăрмĕш çулсем вĕçĕнчи пăтăрмахлă вăхăтра инкек тÿснĕ вăл. Çавăн чух ăна, ялти учителе, халăх тăшманĕ тесе тĕрмене хупнă. Унта вунă çул тертлентерсен те тăван килне таврăнма ирĕк паман — кăркăс çĕрне пуç янă. Кайран, аллăмĕш çулсем варринче, ăна тÿрре кăларнă-ха, анчах вăл тăван ялне таврăнман: кунта унăн килĕ-çурчĕ те çук, лере вара — арăмĕ, ачипăчи. Пĕлтĕр вара вăл килсе кайрĕ. Вилессе сиснĕ пулĕ чунĕ… Çавăн чухне ĕнтĕ «Çĕр юнĕ» роман унăн аллине лекнĕ. Вуласа тухать те тĕлĕнсех каять: ку кĕнекене Ямаш Ваççи мар, йыснăшĕ çырнă! Иккĕшĕ тĕл пулсан ăна ман атте, «никама систермесĕр роман çыратăп-ха — хăш-пĕрисене кăвак хуппи пекех тĕлĕнтерсе пăрахтăр» тесе хăпартланаканскер, хăйĕн алçырăвне пĕрре кăна мар вуласа кăтартнă. Ман кукка тÿрĕ чунлă çын. Ултав таврашне тÿсме пултараймасть. Çавна пĕлсен писательсен Союзнех çитетчĕ пуль, анчах хайхи Ямаш Ваççи вунă сул каяллах вилни çинчен пĕлчĕ те майĕпен лăпланчĕ: «Тупăкра тахçанах çĕрнĕ çын шăм-шакне ÿппĕн-пиччĕн çавăрни илемсĕр», — терĕ. Ман шутпа, куккан ку шухăшĕ тĕрĕс мар, пачах тĕрĕс мар. Тĕрĕсмарлăха кирек хăçан та тăрă шыв çине кăларма тăрăшмалла, унсăрăн ырри нихăçан та çĕнтереймĕ. Çапла мар-и?

— Сирĕн шухăшăра эп алă супсах ырлама хатĕр, — йăл кулчĕ Таранов. — Ямаш Ваççи ултавĕ çинчен эсир урăх писательсемпе те калаçнă пуль-ха?

— Калаçнăччĕ пĕринпе. Саркай текеннипе, анчах вăл мана ĕненмерĕ пулас, —пурĕпĕрех хуравларĕ Нарспи Гавриловна. — Эсир хăвăр та ĕненмерĕр, паллах.

— Халлĕхе ним те пат татса калама пултараймастăп— шухăшласа пăхмалла, хăш-пĕр юлташсемпе канашламалла.

Çĕнĕ хыпара Таранов ÿппĕн-пиччĕн çавăркаласах тишкернĕ, анчах иккĕленчĕк шухăшĕсенчен ниепле те калаймарĕ: суя сăмах саракан чакак ятне илтмĕ-и вăл? Юлашкинчен çапах та Саркайпа калаçса пăхма шут тытрĕ, мĕншĕн тесен ку писательшĕн Нарспи Гавриловна сăмахĕ çĕнĕ мар, çавна май унпа ирĕклĕнех калаçма пулать.

— Нарспи Гавриловна сăмахне ĕненме те май пур пек, — терĕ Таранов хайхи сумлă писателĕ тĕл пулсан. — Ямаш Ваççи çырнисене эпĕ тĕплĕн тишкерсе вуласа тухрăм. «Çĕр юнĕ» романĕ унăн ытти хайлавĕсенчен кирек хăш енчен пăхсан вăйлăрах — урăх çын çырнă пекех туйăнса каять тапхăр-тапхăр.

— Хуллентерех, тăванăм, хуллентерех! —пÿрнипе юнарĕ Саркай. —Нумаях пулмасть ман умра эсир Ашмарина чĕпĕтме хăтлантăр, халь вара Ямаш Ваççине кăшлама пуçласшăн-и? Унашкал сĕмсĕрленме ирĕк памастпăр, çук, ирĕк памастпăр. Принципсăр, шăнăрсăр çын кăна Нарспи Гавриловна пек чакак чĕлхиллĕ хĕрарăма ĕненме пăхать: Палтай Кавĕрли вăл Палтай Кавĕрли, Ямаш Ваççи вара — Ямаш Ваççи. Вăл писатель кăна мар, общество деятелĕ те пулнă. Ун пек пултаруллă çын Палтай Кавĕрли çырнине ниепле те вăрлама пултарайман. Литературăри авторитетсене тĕрлĕ йăх-ях вараласран куç пек сыхламалла пирĕн: ан тив, çамрăк çырăвçăсемшĕн вĕсем ĕмĕр-ĕмĕр маяк пек йăлтăртатчăр.

Саркай çавăн пек ăс пачĕ пулин те Таранов иккĕленчĕк шухăшĕсенчен тасалаймарĕ. Ара, критиксем те хăйсен статйисенче Ямаш Ваççи пултарулăхне хакланă чух «Çĕр юнĕ» романа кăна каçса кайсах мухтаççĕ, унăн ытти хайлавĕсене вара ячĕшĕн кăна асăнкалаççĕ. Çавна май Таранов хăй ăшĕнче пĕрмаях Саркайпа тавлашать: «Нарспи Гавриловна хайхи Ямаш Ваççи пирки сăлтавсăр-мĕнсĕр кăмăлсăрланмасть пуль? Унăн сăмахне элек тесе йăнăшатăр, Никон Никонович, чăнах йăнăшатăр. «Нит» сăмах пирки те йăнăшатăр, паллах. Сирĕн шухăшăр сиенлĕ, ăна пĕр тăхтаса тăмасăр улăштармалла». Час-часах Таранов хăй ăшĕнче Нарспи Гавриловнăпа та калаçать: «Ямаш Ваççи сирĕн аçăрăн япалине вăрланине ĕненме те пулать, анчах çавна ĕнентерме сирĕн аллăрта нимле тĕслĕх те çук-çке. Ун пек чухне вара… »—Унччен те пулмасть— пÿлĕмре пĕчĕк ача йĕнĕ сасă илтĕнме пуçлать. Çав пĕчĕк ача — хайхи «нит» сăмах. Ытлашши нумай шухăшласан чĕрĕ мар япалана та ăнсăртран чун кĕрет тейĕн. Тарановшăн авă «нит» сăмах тепĕр чух пĕчĕк мĕскĕн ача пек туйăнса каять. Хайхискер ĕсĕклесе йĕрет: «Эп «совĕç» тенинех пĕлтеретĕп вĕт, мĕншĕн çавна ĕненесшĕн мар Саркай юлташ? Тем тесен те, чунĕ лапăрчăк унăн. Çавăнпа вăл мана, «совĕç» пĕлтерĕшлĕ сăмаха, литература чĕлхине кĕртесшĕн мар».

Çапла, юлашки вăхăтра Таранов пурнăçĕнче кунпа çĕр кăна мар, чунсăр тата чунлă япаласем те пĕр-пĕринпе пăтрашăнса кайрĕç, ун пек чухне ăçтан çывăрăн! Хăйĕн пуç мимине Тарановăн шухăшлама вăхăтлăха чарас килет, анчах çавнашкал меслете тĕнчере халлĕхе никам та тупайман-ха. «Кĕçĕр ним çинчен те шухăшламастăп — вуннă таран шутла-шутла канлĕн çывăрса кайма тăрăшатăп», —хăйне çавăн пек паттăрлатса вырăнĕ çине выртрĕ паян Таранов. Вуннă таран виçĕ хутчен шутлама ĕлкĕрчĕ-и — сĕтел çинче телефон чĕнÿллĕн чăнкăртатрĕ. Трубкăна тытсан унта темле хĕрарăм сасси илтĕнчĕ:

— Таранов хваттерĕ-и ку?

— Çапла, унăн хваттерĕ. Хуçи хăй итлет.

— Ман сирĕнпе калаçмалли шутсăр нумай.

— Каçарăр та, сире паллаймарăм-ха.

— Апла тăк ман сирĕнпе ним калаçмалли те çук!

Ак тамаша, тÿрех трубкине хучĕ палламан хĕрарăм — телефон вĕçĕмсĕр пиклетме тытăнчĕ. Таранов шалт аптрарĕ: мĕнлерех арçури пулчĕ-ха ку?

2

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Ыйхинчен вăранса кайсан Таранов чи малтан аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ: вуннă иртнĕ иккен. Кăмăл-туйăмĕ пăсăличчен вăл кирек хăçан та ултă сехет тĕлнех ури çине тăраканччĕ. Кам та пулин хăнана пырас пулсан, та çав йĕркене çирĕп тытма тăрăшнă, халь акă вунă сехет иртнĕ! Ял кулли ку, пĕр шутласан. Самаях аванмарланса Таранов вырăн çинчен хăпăл-хапăл сиксе тăчĕ те, мĕн пур йăх-яхран хăвăртрах тасалас тенĕ пек, тÿрех ваннăна васкарĕ. Кунта çăвăнчĕ, хырăнчĕ, одеколонпа сапăнчĕ. Хĕрарăм хăраххи, чылай хушă тĕкĕр умĕнче çаврăнкаларĕ. Вăл-ку енчен тиркемеллех арçын мар-ха вăл, çын шутĕнчен тухман темелле. Туллирех тăрăхла пит çăмартийĕ яп-яка ÿтлĕ, пĕркеленчĕк таврашĕ çук, çăка хуппи тĕслĕ хăмăр хулăн çÿçĕнче те кăвак пĕрчĕсем курăнсах каймаççĕ. Ыттисемпе танлаштарсан пĕр çитменлĕх пур ĕнтĕ: хырăмĕ пысăкрах. «Чĕре чирĕ ÿт-пÿ хăтлăхне те пăсать çав», —ассăн сывласа илчĕ Таранов. Анчах хăйĕн чирĕ пирки нумаях пăшăрханса чăрманмарĕ, ун пирки сахалтарах шухăшлама хăнăхнă вăл: капла чĕре ыратни питех сисĕнмест пек. Часах Таранов кухньăри сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕ. Ун умĕнче — помидорпа хăяр салачĕ, кăлпассипе чăкăт, пĕр кĕленче сĕт. Чылай чухне çавăн пек хусах арçыннăн ирхи апачĕ. Çăкăр каснă хушăра залра телефон шăнкăртатни илтĕнчĕ те, Таранов унта васкарĕ. Трубкăра каллех çĕркаçхи хĕрарăм сасси янрарĕ:

— Таранов хваттерĕ-и ку?

— Çĕркаçхи пекех унăн хваттерĕ тĕлне çаклантăр, йăнăшмарăр. — Таранов шăпланчĕ, хĕрарăм мĕн те пулин каласса кĕтрĕ, анчах лешĕн сасартăк чĕлхи çĕтрĕ тейĕн— нимĕн те шарламарĕ. Пăртакран Тарановăн хăйĕннех сăмах хушма тиврĕ: — Алло, алло, кам эсир, мĕн кирлĕ сире?

— Эп камне сассăмран уйăрса илеймерĕр пулсан мана сирĕнтен ним те кирлĕ мар. Каçарăр…

Телефон каллех кĕскен пиклетме тытăнчĕ. Таранов шухăшлăн кухньăри сĕтел хушшине пырса ларчĕ. Апат çиесси мар, ытларах урăххи кăсăклантарчĕ ăна:  кам-ха ку хĕрарăм? Тĕлĕнмеллескер иккен хăй: сассинчен уйăрса илейменшĕн кÿренчĕ — ятне-шывне те каламарĕ. Таранов хăй пĕлекен хĕрарăмсене шĕкĕлчеме тытăнчĕ: хăшĕ вĕсенчен çавăн пек тарап тума, курнăçланма пултарать-ха? Чим-ха, Инесса мар-и ку? Чăнах çавă, урăх никам та мар. Телефонпа калаçнă чух хăйне сасăран палласа илейменшĕн Таранов пурнăçĕнче пĕр Инесса кăна йĕрес пекех кÿреннĕччĕ тахçан-тахçан. Çапла, çав ĕç-пуç тахçан-тахçанах, вăтăр çул каяллах, пулса иртнĕ ĕнтĕ. Ун чухне Таранов пединститутра вĕренетчĕ. Пер çулхине вĕсене, студентсене, çуллахи каникул вăхăтĕнче Казахстана тырпул пухса кĕртнĕ çĕре ĕçлеме илсе кайрĕç. Унтан çамрăксем авăн уйăхĕн вĕçĕнче кăна каялла таврăнчĕç. Шупашкара çитсен тепĕр куннех Таранов тăван ялне вĕçтерчĕ. Ашшĕ-амăшĕпе тăраниччен калаçнă хыççăн каçалапа вăл библиотекăналла уттарчĕ. Хупă иккен культура вучахĕ: çенĕк алăкĕнче çăра. Библиотекăпа юнашар — лавкка. Унта кĕрсе пирус туянас тенĕччĕ кăна Таранов — укăлча хапхинчен яла грузовик вăркăнса кĕчĕ, тăвалла тусан мăкăрлантарса хăпараканскер, Таранов тĕлне çитерехпе тăп чарăнчĕ. Шоферĕ Петĕр, вăр-çаврака пит çăмартиллĕ хулăн туталлă каччă. Вăл кабина алăкне уçсан çĕре çап- çамрăк хĕр çăмăллăн сиксе анчĕ. Çинçе пилĕклĕ. Çÿллĕ. Çурăмĕ хыçнелле вăрăм çивĕт усăннă. Çÿçĕ тĕм хура унăн, куçĕ вара кăн-кăвак. Пăхас мар тесен те пăхатăн çавнашкал хĕр çине. Вăл сăмах хушса чăрманмарĕ, аллинчи пĕчĕкрех хăмăр чăматанне ывăтса ярас пек сулкалантарса библиотека еннелле чупрĕ.

— Кам пулчĕ вара ку пике? — шофер еннелле тайăлчĕ Таранов.

— Библиотека пуçлăхĕ Инесса. Иккĕмĕш уйăх ĕçлет пирĕн ялта.

— Ăçтисем хăй?

— Район хулинчен: вăт ăçтан. — Кабинăра улаххăн ларать пулин те Петĕр йĕри-тавралла кăн-кан пăхкаларĕ, такам илтесрен шикленнĕ пек, шăппăнрах пăшăлтатрĕ: — Кам тетĕн эс… Карсаковăн аслă хĕрĕ вĕт вăл… Инесса.

— Мĕнле Карсаковăн?

— Ай-уй, эс ăна та пĕлместĕн-и? — куçне чарчĕ Петĕр. — Райĕçтăвком председателĕ-иç вăл!

— Халь пĕтĕмпех ăнлантăм, — кулса ячĕ Таранов. — Хăйĕн хĕрне кабинăра ярăнтарса çÿреме Карсаков юлташ райком урлах хушнă-тăр сана.

— Мĕн калаçатăн эс? —шикленсе ÿкрĕ Петĕр. — Унашкал сăмахшăн ĕлĕк мар, халь те пуçран ачашламаççĕ. Сан чĕлхÿне пула тем курса тăрăн ваçка!

Шофер каччă грузовикне кăртах тапратрĕ те тăвалла пĕрĕхтерчĕ. «Куян çури эс, Петĕр, çын мар», —тесе Таранов чăлт! сурчĕ те библиотекăна кĕчĕ.

Вулав залĕнче, хĕрлĕ çитсăпа витнĕ тăрăхла пысăк сĕтел çинче, çĕнĕ журналсем, хаçат çыххисем выртаççĕ.

Инçетри Казахстанра пурăннă май Таранов виçĕ уйăха яхăн чăвашла пĕр япала та вуламан, çав хушăра тăван республика пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине те пĕлмест. Кĕнеке, журнал тĕлĕшĕнчен вăл выçсах çитнĕ темелле, çавăнпа та тÿрех сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕ. Шупашкарта пичетленсе тухакан хаçат çыххисене шĕкĕлчеме тытăнчĕ. Сасартăк Инесса сасси илтĕнчĕ:

— Хаçат çыххисенче хăш-пĕр номерĕсем çук-ха, çавăншăн эп мар айăпли, вăрттăн тăпăлтарса илекенсем пур. Ун пеккисене сăмахпа каласа ÿкĕте кĕртме çук — «Капкăнра» çырсах намăс кăтартмалла-тăр.

— Ара, яра парăр, — хĕре хавхалантарчĕ Таранов. — Усси пулĕ тен?

— Хам эп журнал валлиех çыраяс çук-ха — пулăшăр эппин мана, — хăюллăн сĕнчĕ Инесса. — Эсир писатель, çырма пултаратăр.

— Халлĕхе эп писатель мар, студент кăна çав.

— Студент кăна мар-çке, —Таранов çине ăшшăн пăхкаласа илчĕ Инесса. — Калавсем те, сăвăсем те çыратăр. Хам та вуланă вĕсене. Сирĕншĕн «Капкăн» валли мĕн те пулин çырасси ним те мар ĕнтĕ.

Хĕр студент каччă чăнах талантлă çын тесе шутлать, вăл кирек мĕнле япала та çырма пултарасса ĕненмеллипех ĕненет пулмалла, апла тăк мĕншĕн унăн кăмăлне тивĕçтерме тăрăшмалла мар? Кун хыççăн Таранов килĕ тĕлне те манчĕ тейĕн — клубран тухма пĕлмерĕ, «Хĕрлĕ кĕтесри» кĕнекесене çĕннисемпе ылмаштарма хĕр библиотекарьпе пĕрле фермăсене кая-кая килчĕ. Иккĕшĕ вĕсем «Капкăн» валлн нимех те çырмарĕç, çырас тесех те хыпса çунмарĕç, çав шухăш икĕ çамрăк çыншăн пĕр-пĕринпе курнăçмалли кăмăл туличчен калаçмалли сăлтав кăна пулчĕ. Вăхăт вара нихçан та пĕр вырăнта тăмасть — малалла чупать: Тарановăн института каймалли кун çитрĕ. «Утмăл-çитмĕл çухрăм хальхи вăхăтра инçе çул мар, тăван яла кашни вырсарникунах килсе кайăп, эс питех ан тунсăхла», — хĕре хавхалантарчĕ Таранов уйрăлнă чух. Сăмах тенине калама кăна çăмăл, пурнăçа кĕртме ансатах мар. Таранов юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче тăван ялне пĕртен-пĕрре çитсе килчĕ те хĕре манчĕ тейĕн, инçе çула тек пуçтарăнмарĕ. Çав çулхине юпапа чÿк уйăхĕсем йĕпе-сапапа антăхтарчĕç. Автобусран тăван ял варринче, атте-анне килĕ умĕнче, анса юлмалла пулсан çумăр лÿшкентернине пăхса тăмăн-ха: тухăн та вĕçтерĕн хуларан. Анчах ун чух çул-йĕр пур çĕрте те йĕркеллĕ марччĕ, автобуссем çул юппинчи чиркÿллĕ пысăк яла çитиччен кăна çÿретчĕç, унтан вара вунă çухрăма яхăн пылчăк çăрса çуранах танккамаллаччĕ. Çавнашкал çулçÿрев никамах та килĕшмест. Чÿк уйăхĕн вĕçнелле тин çанталăк тирпейленчĕ, шăтăр-шăтăр шăнтса лартрĕ. Тăван ялне кайса килес шухăш та пурччĕ ĕнтĕ Тарановăн. Пĕр кунхине институтран таврăннă хыççăн общежити пÿлĕмĕнче тем аппаланнă чух ăна телефон патне чĕнтерчĕç. Пĕрремĕш хута вăл хăвăрт чупса анчĕ те Трубкăна ярса тытрĕ:

— Алло, Таранов итлет!

— Чăнах эсĕ-им, Микихвĕр? Чиперех-им? Эп вара сан пирки урăхларах шухăшланăччĕ, çĕр çинче пурăнмасть пуль ку тенĕччĕ.

— Кам-ха, кам-ха эсир, ман сывлăх пирки иккĕленекенскер? —шÿтлерех сăмах хушрĕ Таранов.

— Мана сасăран палласа илеймерĕр эппин. Апла тăк чăрмантарнăшăн каçарăр.

— Тăхта-ха, эс Инесса пулас. Çапла-и?

Анчах трубкăра тек нимле сас-чĕвĕ те илтĕнмерĕ.

Тепĕр виçĕ кунран тăван ялне кайсан Таранов пĕлчĕ: шăнкăравлаканни Инессах пулнă. Хăй вăл ăна тĕл пулса калаçмах Шупашкара килнĕ-мĕн, анчах хайхискер хăйне сасăран палласа илейменшĕн кÿреннĕ те тÿрех автовокзала чавтарнă, юлашки автобуса аран ĕлкĕрсе яла вĕçтернĕ. «Кашни çын сасси хăй евĕрлĕ, вăл нихçан та улшăнмасть. Кама та пулин чĕререн юрататăн пулсан унăн сассине çĕр айĕнче те самантрах уйăрса илетĕн», —ку сăмахсене Инесса кун кĕнекине хĕрлĕ чернилпах çырса хунă-мĕн. Тен, вăл халь те упранать-тĕр? Ун чухне хĕр Тарановпа хăвăртах мирлешрĕ-ха, ытлашши курнăçланмарĕ. Сивĕнессе вĕсем пĕр-пĕринчен каярахпа сивĕнчĕç. Сассине уйăрса илейменшĕн мар, урăххишĕн. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче ялта пулса иртрĕ çав пăтăрмах. Пĕр кун каçхине клубра кино кăтартрĕç. Сеанс вĕçленнĕ тĕлелле çанталăк этем ĕретсĕр пăсăлма ĕлкĕрнĕччĕ: куç курми çил- тăман çавăрттарать, хăй çутисем аран-аран палăраççĕ. Çынсем хăвăрт кăна килĕсене тарса кĕрсе пĕтрĕç. Вăйлă çил таçталла вĕçтерсе каясран шикленнĕ пек, Тарановпа Инесса тăвалла урам тăрăх алла-аллăн çавтăнса утрĕç.

Хĕр Укахви кинеми патĕнче хваттерте пурăнать. Пĕччен карчăкăн пысăках мар пÿрчĕ укăлча хĕрринче ларать. Кунта çил-тăман урам варринчинчен темиçе хут вăйлăрах: сивĕ çил кастарать те кастарать — ыталашса тăрсан та ăшăнма çук. Таранов сывпуллашма пикенчĕ.

— Ыранччен… Шăнса пăсăлма та пулать капла.

— Сивĕрен хăратăн пулсан каях эппин, — пăшăрханарах хирĕç тавăрчĕ Инесса. — Анчах унччен эс пÿрте кĕрсе çутă çутса хăвар-ха. Кинеми килте çук кĕçĕр, Йăмракассинчи йăмăкĕ патне хăнана кайнă. Тĕттĕмре пĕччен кĕме хăратăп.

— Хĕртсурт тытать пуль тетĕн-и? Вăл хĕрарăм имĕш. Унран хăрама кирлĕ мар.

Пÿрте кĕрсен çутине Инесса хăех çутрĕ.

— Халь аптрамастăп ĕнтĕ, тĕттĕм мар. Мĕншĕн хăратать мана тĕттĕм пÿрт, хам та ăнланаймастăп, — пальтопа хулăн тутăрне пăтана çакнă май пăлханарах калаçрĕ Инесса. — Эс те хывăн ниçта та васкамалли çук пулсан. Вăхăт нумаях мар-ха, вуннă кăна иртнĕ. Пăртак калаçса ларăпăр, ăшăнмалăх чей ĕçĕпĕр. Чим-ха, кинеми сăра тунăччĕ.  Ăна тутанса пăхăпăр тен?

— Сăра мар, кăрчама пуль-ха кинемин.

— Ан тив, кăрчама пултăр, пурпĕрех мар-и? Эп санпа пĕрле ăна та ĕçме хатĕр кĕçĕр…

Именчĕклĕн кулкаласа йăвашшăн калаçакан хĕр, хăй тем ытлашши персе янă пек, сасартăк аванмарланса кайрĕ. «Ах, сÿпĕлтететĕп-çке эп тепĕр чух! »—тесе кулянса илчĕ те вăрăм хура çивĕтне явкалантарса тĕпелелле вĕлт! турĕ. Вăл унта тем чăнкăртаттарнă вăхăтра кĕтмен çĕртен çутă лап сÿнсе ларчĕ — трансформатор çĕмĕрĕлчĕ ĕнтĕ. Ялта вăйлă çил-тăман вăхăтĕнче çавнашкал инкек час-часах сиксе тухать. Пÿртре нÿхрепри пек тĕттĕм. Мăрьере çил улать, тулта çенĕк алăкĕ чăл-пар арканасла хăлтăр- татать. Таранов сиссе те ĕлкĕреймерĕ — Инесса ун çумне пырса тĕршĕнчĕ:

— Хăратăп эп. Çути ирчченех пулмасть-ши? —Хăй тăр-тăр чĕтрет, кăвар пек пĕçерет. Тÿсеймерĕ Таранов — хĕре çатăрах ыталаса илчĕ, чуптума тытăнчĕ. Лешĕ хирĕçлемерĕ, каччă çумне тата таччăнрах çыпçăнчĕ. Сÿс пекех лĕнчĕрленнĕскер ун мăйĕнчен вăйсăррăн уртăнчĕ. Кĕç-вĕç темскер ĕмĕрхи пулса иртмелле — туйрĕ çавна Таранов, çавăнпа та вăл кăмăлне хытарса хĕре айккинелле тĕртсе ячĕ, пăтара çакăнса тăракан çипуçне кăп-кап илсе пÿртрен урамалла тапрĕ.

— Микихвĕр, мĕншĕн çиллентĕн мана, мĕншĕн? — илтĕнчĕ кил картинче хыçалтан чупса тухнă Инесса сасси. — Эп саншăн чуна пама хатĕр, эс вара…

Хĕр хÿхленине Таранов илтмĕш пулчĕ. Утнă çĕртех çĕлĕкне, пальтоне тăхăннă май анаталла чалкăштарчĕ. Унăн куçĕ умĕнче Карсаков сăнĕ сĕмленчĕ. Çав арçын — чăн-чăн улăп тейĕн: патмар çан-çурăмлă, çÿллĕ пÿллĕ. Кăмăлне хурçăла е алмазпа кăна танлаштарăн: çирĕпрен çирĕп.

Хĕрне те вăл библиотека техникумĕнчен вĕренсе тухсан район хулине ĕçе вырнаçтарман — чи инçетри яла ĕçлеме янă. Ку ахальтен мар. Капла вăйăран кăна мар, юратуран та вăкăр тухма пултарать! Вара Тарановăн Инессăна ирĕксĕрех качча илме тивĕ, унсăрăн лăпланас çук Карсаков  юлташ. Шăв-шав пуçланать вара Шупашкарта хăшпĕр çыравçăсем хушшинче: «Илтмен-и, Таранов авланнă тет, райĕçтăвком председателĕн хĕрне качча нлнĕ тет. Карьерист иккен вăл, шельма». Инесса чипер хĕр тесе карьерист ятне илтмелле-и Тарановăн? Çук, нихçан та! Тепĕр кун хайхискер ир-ирех Шупашкара тухса тăвăнчĕ. Вăл унтан яла килмесĕрех пурăнмарĕ-ха — асран-тĕсрен çитсе çапăнкаларĕ, анчах хальхинче Инесса унран кашнинчех айккинелле пăрăнма тăрăшрĕ.

Çĕртме уйăхĕн варринче Шупашкара тĕлĕнмеллерех хыпар çитрĕ: Инесса Петĕре качча тухнă! «Ах, урăххипе пĕрлешмеллеччĕ унăн пĕрех хут», —пăшăрханчĕ студент. Ара, Петĕрпе Таранов иккĕмĕш сыпăкри тăвансем-çке: ашшĕсем пĕр вартан. Ун пек-кун пекки сиксе тухасран кăлăхах шикленнĕ-мĕн Таранов. Вăл экзамен тытса пĕтернĕ хыççăн çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче тăван ялне çитрĕ те, çук иккен çамрăк мăшăр: комсомол путевкипе инçет Казахстана çерем уçнă çĕре тухса кайнă, икĕ-виçĕ уйăхлăха çеç мар, яланлăхах темелле. Çапах та Инессăпа Петĕр ĕмĕрлĕхех юлмарĕç унта — вунă çултан каялла таврăнчĕç. Район центрне, пысăках мар хулана, ĕçе вырнаçрĕç: Петĕр— «Сельхозтехника» уйрăмне, Инесса — библиотекăна. Çав вăхăтра Таранов вĕсене нихăшне те тĕл пулман, тĕл пулма та тимлемен. Анчах пурăна киле лару-тăру улшăнчĕ— Тарановăн хайхи икĕ çынпа пĕр сĕтел хушшинче те ларма тиврĕ. Ара, пĕр çулхине Петĕр (ун чухне вăл Петр Васильевиччĕ ĕнтĕ) район центрĕнчи пурнăç çине алă сулчĕ те ĕмĕрлĕхех тăван ялне вырнаçрĕ, колхозра тĕп инженер ĕçне кÿлĕнчĕ. Вăхăтлăха унăн ячĕ республикипех чапа тухнăччĕ. «Васильев инженер, хăйĕн çемйипе хуларан инçетри яла пурăнма куçнă! » тесе радиопа телевизор та час-часах шавларĕç, хаçатсенче те çырчĕç. Çав çулсенче Таранов ашшĕ-амăшĕ патне çулталăкра пĕр-иккĕ çитсе килетчĕ, çавна май вăл Петр Васильевичпа та, Инессăпа та пĕрре мар тĕл пулса калаçнă. Тахçан пулса иртни е урăххи, чăрмантаратчĕ-и — калаçу нихăшĕнпе те питех çыхăнмастчĕ, Инесса кирек хăçан та хăйсен ачипăчи пирки сăмах пуçаратчĕ:  «Вĕсем ман — виççĕ: икĕ ывăл, пĕр хĕр», —тетчĕ…

3

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн тăван ялне Таранов пуçĕпех манчĕ темелле, юлашки хут унта вăл тăватă çул каялла кăна пулнă. Ун чух библиотекăна та кĕрсе тухнăччĕ. Унта Инесса пĕччен марччĕ, кĕнеке улăштарма пынă шкул ачисем йышлăччĕ. Вĕсемпе кăмăллăн, ăшшăн калаçакан кăн-кăвак куçлă хĕрарăм çамрăк чухнехи пекех чиперрĕн курăнчĕ-ши — Блокăн çак йĕркисене:

Прошли года, но ты — все та же:

Строга, прекрасна и ясна:

Лишь волосы немного глаже,

И в них сверкает седина, —

тенине шурă хут листи çине çырса Таранов пĕр сăмахсăр-мĕнсĕр, хăюсăррăн Инессăна тыттарса хăварчĕ. Çавна аса илсе шăнкăравларĕ-ши хайхи хĕрарăм ĕнерпе паян? Çук, Блок йĕркисем айăплă мар-тăр. Сăлтавĕ урăххинче пуль? Халь-халь алăка Инесса шăнкăртаттарас пек туйăннăран Таранов хваттерне тирпейлеме пикенчĕ. Пукансене тусанран тасатрĕ. Сĕтел çинчи сапаланчăк хутсене йĕркеллĕн майлаштарса хучĕ. Кухньăри çÿп-çап витри тăп-туллиех, ăна мусоропровода çĕклесе кайса пушатрĕ. Чечек шăварчĕ. Шăнкăрав сасси янраса кайсан тÿрех алăк уçма васкарĕ, анчах ку Инесса мар, почтальон иккен. Вăл Таранова телеграмма тыттарчĕ: «Хăвăртрах яла килĕр, тархасшăн. Калаçмалли нумай. Васильев». Петр Васильевич ĕнтĕ ку, урăх никам та пулас çук. Анчах мĕншĕн «килĕр» тесе çырнă-ха вăл, мĕншĕн «кил» мар? Пĕр-пĕриншĕн вĕсем нихçан та «эсир» пулман. Ачаранах пĕр-пĕрне «эс» теме хăнăхнă, кайран та, пĕр-пĕринчен ютшăнмалли сăлтав сиксе тухсан та, «эс» тени «эс» тенипех юлнă. Вĕсем кирек хăçан та хăйсем çывăх тăвансем пулнине асра тытнă. Петр Васильевичăн хушамачĕ Васильев ĕнтĕ, Таранов мар, çавăншăн вара тахçан-тахçан ял Совет секретарĕнче ĕçленĕ çын айăплă:  хайхискер чăвашсен ĕлĕкхи йăлине пăсасшăн пулман-ши — çурални çинчен хут çырнă чух сăпкари Петĕр валли ашшĕ ятĕнчен хушамат тунă: «Эс Таранов хушамата чапа кăларасса пĕлнĕ пулсан çамрăк чух хамăн хушамата мĕнле те пулин улăштараттăм паллах», — шÿтлесе илнĕччĕ пĕррехинче Петр Васильевич. Çапла, Тарановпа иккĕшĕ пĕр-пĕриншĕн яланах «эс» пулнă. Телеграммăра вара: «Килĕр». Таранов кăштах пăшăрханнă пек пулчĕ. «Вăл мана хăнана чĕннĕччĕ, анчах эп ниепле те хуларан хăпса тухаймарăм. Çавăншăн кÿреннĕ тем тесен те».

Петр Васильевич хăй хулана юлашки хут хĕл варринче килсе кайнăччĕ. Çанталăк сивĕччĕ ун чух. Ялтан килнĕ çын пÿлĕме шурă упа пек йăраланса кĕчĕ. Ун çинче — сурăх тирĕнчен çĕлетнĕ кĕрĕк, тĕпленĕ кăçатă. Кĕрĕкĕ те, кăçачĕ те хура-ха, анчах вĕсем пас тытнипе шуралнă. Петр Васильевич хулăн çипуç тăхăннăран кăна мар упана аса илтерчĕ: вăл тулли кĕлеткеллĕ, çаврака пысăк пуçлă вăтам арçын. Кĕлеткине кура ун пирки «ку утать» тесе калама та йывăр, «çăмха евĕр хăлтăртатса пырать» тесен, тен, вырăнлăрах та. Вăл çитсе кĕнĕ чух пÿлĕмре йĕркесĕртерехчĕ: сĕтелпе диван çинче те, урайĕнче те хутсем, уçса хунă кĕнекисем те тĕлли-паллисĕр Сапаланса выртатчĕç. Хĕрсех мĕн те пулин çырнă вăхăтра Таранов ун пек-кун пекки çине питех çаврăнса пăхмасть.

— Ĕçлеме чăрмантартăм пулас-ха, — аванмарланчĕ Петр Васильевич. — Хулана килтĕм те сан патна кĕрсе тухмасăр каяс мар терĕм.

— Тĕрĕс тунă, сĕре тĕрĕс тунă, — тăванне хулпуççийĕнчен лăпкарĕ Таранов. — Ĕç вара кашкăр мар, вăрмана тармасть. Çитменнине тата, кĕнеке мар, ахаль статья пекки кăна çыратăп. Интереслĕ сăмахсем пур халăхра, çавăн çинчен… Эс «нит» сăмаха пĕлетĕн-и çак?

Петр Васильевич пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр шухăшласа тăчĕ те пуçне пăркаларĕ:

— Илтмен пулмалла — чĕлхе вĕçне килмест.

— Çапах та пур çавăн пек сăмах пирĕн ялти çынсен чĕлхинче, — хăмăр вăрăм çÿçне силлентерсе пÿлĕмре калла-малла уткаларĕ Таранов. — Пĕлтерĕшĕ илемлĕ, сумлă унăн, анчах хăй вăхăтĕнче вăл Ашмарин словарьне кĕрсе юлайман. Çавнашкал телейсĕр шăпаллă сăмахсем ытти çĕрте те пур паллах. Вĕсене шыраса тупса пулас ăрусем валли упраса хăварма тăрăшмалла пирĕн, статйи çапларах шухăшлă-ха ман. Чим-ха, сăмахпах тутă пулаймăн— атя кухньăна.

— Мана ним те кирлĕ мар, — хирĕçлерĕ Петр Васильевич. — Хĕр патĕнчен эп халь кăна апат çисе тухрăм.

— Пурпĕрех кухньăна каяр-ха, — тăванне хулĕнчен çавăтрĕ Таранов. — Чăвашсем хăна умне чи малтан çăкăр хума хушнă. Кофе те пулин ĕçĕпĕр.

— Çаплах кофе ĕçетĕн-и? Сан чĕре уксахлать вĕт, — асăрхаттарчĕ Петр Васильевич.

— Медицинăра халь кофе чĕрепе юн тымарĕшĕн сиенлĕ мар текенсем те пур. — Таранов газ чĕртрĕ, кастрюльпе — сĕт, чейникпе шыв вĕретме лартрĕ, хăй хăна еннелле пăхкаларĕ: —Ахальтенех мар, мĕнле те пулин ĕçпе! килтĕн пуль-ха хулана?

— Ĕçпе, паллах. Атту çак шартлама сивĕре кам ухмахĕ çула тухать? Эс авă темле сăмах пирки хыпкаланатăр эпир арăмпа иксĕмĕр—хĕрĕмĕр пирки. Пирĕн Ренатăна пĕлетĕн вĕт?..

— Пĕлессе пĕлетĕп, анчах унпа эп пĕр пилĕк çул пуль ĕнтĕ тĕл пулса калаçман. Эпир, хальхи вăхăтри çынсем, ытла та тĕлĕнмеллескерсем вĕт: хамăрăн çывăх тăвансемпе тĕл пулма та вăхăт тупаймастпăр, — пăшăрханнă пекрех хирĕç тавăрчĕ Таранов. — Сирĕн вăл шăл тухтăрĕччĕ пулас-ха?

— Çапла, шăл тухтăрĕ. Çын шăлне мĕнлерех сиплет вăл, пĕлместĕп, анчах хăйĕнне кашни кунах çивĕчлетсе якатать пулмалла. Упăшкине, кĕрĕве эппин, çăвар та уçтармасть темелле, пăчкă пекех кастарать. Хамăн хĕр пулсан та ăна ман тÿрре кăларас килмест. Кĕрÿ килти ĕçсене сахалтарах тăвать имĕш, çавăншăн хирĕçсе кайнă вĕт унпа Рената. Кĕпе-йĕм çумалла иккен упăшкин, апат пĕçермелле, урай сăтăрмалла.

Петр Васильевич ырă кăмăллă лăпкă çын. Вăл кирек хăçан та сассине хăпартмасăр, тÿлеккĕн калаçать. Лайăххи е япăххи çинчен пырать-и сăмах — унăн сăн-пичĕ яланах ăшшăн çуталать. Чун-чĕрине килĕшменни çинчен пат татса, тÿрккессĕн мар, çемçен, йăвашшăн тăрăхларах асăрхаттарас йăла пур унăн, калаçнă чух хăй именчĕклĕн йăл кулса илет. «Ку сăмаха эп сана усал сунса калатăп-им? Çук. ырă сунса! »—кăмăллăн систерет пек çав йăлтăркка кулă. «Чуна килĕшменни пурнăçра час-часах тĕл пулать- ха, хăш-пĕр чухне чĕре ыратмалăхах йĕрĕнетĕн, анчах нихçан та пуçа çухатмалăхах тарăхса кайма пултараймастăп, тарăхас тесен те тарăхаймастăп», —çапларах каланăччĕ пĕррехинче Петр Васильевич. Çавăн чухне хăйĕн пирки вăл тĕрĕсех каланă-тăр: хĕрĕпе кĕрÿшĕ хушшинче сиксе тухнă пăтăрмах çинчен те çиелтен пăхма лăпкăн калаçса ларчĕ:

— Кĕрÿ ман пустуй çын-и? Инженер. Ахаль инженер-и тата? Трактор тăвакан инженер! Унăн вара ман хĕре кĕпе-йĕм çуса тăхăнтартмалла, апат пĕçерсе çитермелле. Мăшкăл ку. Килти ĕçе ĕмĕртен хĕрарăм тунă, çĕр çине вăл çавăншăн çуралнă.

— Ĕлĕкхилле шухăшлатăн пуль, —хăнине пÿлчĕ Таранов. — Килти ĕç çине хальхи çынсем урăхларах пăхаççĕ. Ку вăхăтри хĕрарăмсем заводра е урăх çĕрте арçынсемпе пĕр танах ĕçлеççĕ-çке, çавна яланах асра тытас пулать.

— Эс те Рената юррине юрлатăн тем? — тĕлĕнчĕ Петр Васильевич. — Ман умра та пулин писатель пек мар, арçын пек калаç-ха. Ара, эс ху та хĕрарăм мăшкăл кăтартнă çын-иç, арăму хăй уйрăлчĕ пулас санран.

— Хам та айăплă пулнă ун чух, — самантлăха сăнран тĕксĕмленсе илчĕ Таранов. — Эрех тенине ытларах кăмăлланă тата çырасси çинчен кăна шухăшланă, арăм чун-чĕрине ăнланма тăрăшман.

— Пăх-халĕ, айăпли ху иккен — арăму тап-тасах, — тиркешрĕ Петр Васильевич. — Интереслĕ çынсем эсир, писатель таврашĕ, пурнăçра та, хăвăр çырнисенче те чылай чухне хĕрарăма тÿрре кăларма хыпăнатăр. Çапла хăтланса унăн кăмăлне пăсмастăр-и? Нарспие çичĕ пĕлĕт тунинех çĕклетĕр авă. Ку та хăш енчен те пулин хĕрарăм кăмăлне пăсать пуль.

— Мĕн калаçатăн, тăванăм? —шалт аптрарĕ Таранов. —Нарспи патнех çитес марччĕ.

— Çитетĕп ун патне те, мана çавăншăн никам та выговор парас çук, эп хамăн шухăша калатăп, — сăмахне яланхи пекех лăпкăн шутарчĕ Петр Васильевич. — Çын вĕлерекен вĕт Нарспи. Çын вĕлерекен! Апла пулсан мĕншĕн каçса кайсах мухтамалла-ха ăна? Ман шутпа…

— Чим-ха, тăванăм, чим! —хĕрсе кайрĕ Таранов. — Ун пек хаяррăн калаçиччен «Нарспи» поэмăри ĕç-пуç хăш вăхăтра пулса иртнине шута илмелле.

— Кирек хăш вăхăтра та пирĕн халăх çын вĕлерекене тÿрре кăларман, чи малтан çавна асра тытмалла-тăр, — хăйĕн шухăшнех хÿтĕлерĕ Петр Васильевич. —Константин Иванов сирĕнтен, хальхи писательсенчен, ăслăрах пулнă, пурнăçа тарăнрах ăнланнă авă. Ахальтен мар Нарспи поэма вĕçĕнче çакăнса вилет. Малтан çынна наркăмăш парса вĕлерет те хайхискер, юлашкинчен хăйне те вилĕм пăвать. «Усал ĕç ан ту, унпа çыхлансан юлашкинчен сана хăвна та çав ĕçех тĕп тăвĕ», — çавăн майлăрах асăрхаттарман-и пирĕн вилĕмсĕр поэт?

— Поэмăна ытла та ансăррăн хаклатăн пуль, —хирĕçлерĕ Таранов. — Шухăшламалли нумай унта.

— Шухăшламалли нумай пулсан ман шухăш та тĕрĕс тен? — йăл кулчĕ Петр Васильевич. — Паçăр пĕрре каларăм, халь татах калатăп: Нарспие пĕр тиркемесĕр мухтани хĕрарăмсен кăмăлне пăсма, вĕсене ытлашши чăрсăрлатма пултарать. Вĕсенчен хăшĕ те пулин Нарспие вăрçмаççĕ-иç — мана та хурламĕç! тесе упăшкине вĕлерме те вăтанмĕ.

Таранов аллине газ çулăмĕпе пĕçертрĕ тейĕн — шиклĕн çÿçенсе илчĕ:

— Эс паян хаяр курăкĕ çинĕ пуль? Вĕлерме вăтанмĕ тетĕн. Айванрах шухăш ку сан.

— Çук, айванла шухăш мар-тăр, — хăйĕннех печĕ Петр Васильевич. —Тем тесен те Нарспие куç хупсах мухтани сиенлĕ, ăна хăш-пĕр енчен тиркемеллех. Çавăн пирки шухăшламаллах сирĕн, писательсен. Писательсен мар, критиксен шухăшламалла-тăр. Усалланса кайрĕç вĕт хĕрарăмсем, упăшкисене ним вырăнне те хумаççĕ. Пирĕн Рената та кĕрĕве çиет кăна авă. Трактор тăвакан инженер-конструктор лешĕ, пурпĕрех çиет. Хĕрĕме хамăн арăмах усала вĕрентрĕ-ха, Нарспи мар. Рената институт пĕтернĕ хыççăн Хусахматри больницăна вырнаçнăччĕ, унтах ĕçлетчĕ пулĕ, анчах амăшĕ ăна хулана хăваларĕ: «Çак услапа пула ман ялтах нушаланса ĕмĕр ирттерме тиврĕ, эс те пулин хулара пурăнса ырă кур», —терĕ. Услапĕ вăл эпĕ-ха, — йăл кулса илчĕ Петр Васильевич. — Мана çавнашкал хитре сăмахпа савăнтарать хăш-пĕр чух арăмăм. Хĕр тени ялан тенĕ пекех амăшне итлет, куçса килчĕ хулана Рената. Кунта ырă курать халь. Кĕпе-йĕм çума, апат пĕçерме ерçмест пулин те, театра «Нарспи» спектакль курма кайма вăхăт тупать пулмалла. Ахальтен мар упăшкипе хирĕçме чĕлхи чĕрĕ унăн.

— Тăнран кăларнă иккен сана Нарспи, çитĕ ун çинчен кун чухлĕ калаçса. Ман кофе хатĕр акă. — Таранов холодильник алăкне уçрĕ те коньяк кĕленчи туртса кăларчĕ: — Кофе умĕн çакна пăртак сыпăпăр.

— Каллех ĕçме пуçларăн-им? —хурăнташĕ çине хĕрхенерех пăхрĕ Петр Васильевич. — Чĕрÿне пачах хĕрхенместĕн-им?

— Хĕрхенетĕп, хĕрхенетĕн. Манăн — «типĕ саккун».

— Апла пулсан кĕленчÿне каялла ларт, маншăн ан пуçла, — хушрĕ Петр Васильевич. — Юлашки вăхăтра ман хамăн та — «сухой закон». Çулталăка яхăн ĕнтĕ эрех тенине ăша ямастăп, эрехне çеç мар, сăрине те. Врачсем хушмаççĕ — пĕвер пăртак уксахлать. Тата эп халь шкулта ĕçлетĕп, ачасене вĕрентетĕп.

— Эппин, эс те ĕçме пăрахрăн? Хитре ку, хитре, —Таранов коньяк кĕленчине холодильник лартрĕ те икĕ пĕчĕк чашăка кофе тултарчĕ: —Арăму та кăмăллă пулĕ ĕнтĕ эс ĕçме пăрахнăшăн?.. Хăй вăл библиотекăрах ĕçлет пуль?

— Çавăнтах. Унăн ĕçĕ юнашарах темелле, килтен тухсан виçĕ-тăватă утăм ту та — библиотека. — Петр Васильевич икĕ-виçĕ сыпкăм кофе ĕçрĕ те чашăкне сĕтел çине лартрĕ, çамкине кăмăлсăррăн картлантарчĕ: —Ман хамăн кашни кунах, калла-малла шутласан, ултă çухрăма яхăн утмалла — эпĕ Хусахматри вăтам шкулта ĕçлетĕп вĕт. Хĕллехи вăхăтра кансĕртерех. Шартлама е çил-тăман тапрансан вăл ялалла утăм та тăвас килмест.

— Апла пулсан сан ху ĕçне пăрахмалла марччĕ пуль? —хурăнташĕ çине ыйтуллăн тинкерчĕ Таранов. — Ара, эс колхозăн тĕп инженерĕччĕ, çав ĕçре çирĕм çула яхăн тар тăкнăччĕ — сасартăк колхозран шкула куçрăн, ĕç учителĕн урапине кÿлĕнтĕн. Эп ăнланма пултарайман темле пăтăрмах пулса иртрĕ сан пурнăçунта. Çĕнĕ председательпе, Аксановпа, пĕр чĕлхе тупаймарăн пулмалла. Çынни вăл çирĕпскер теççĕ. Эрех ĕçекенсене хĕскĕчпех хĕстернĕ иккен: ĕçе мухмăр-сухмăрлă тухрăн — вунă тенкĕ таран штраф тÿле. Пĕррехинче Аксанов хăйне те шеллемен имĕш: «Çĕркаç хăнара пултăм, паян ман пăртак мухмăр пур», —тесе колхоз кассине вунă тенкĕ шăнкăрт! кăна кăларса хунă.

— Ыттисемшĕн урок пултăр тесе юри çавăн пек хăтланнă вăл, ăна мухмăр аптратмалăх нихçан та ĕçтереймĕн. — Петр Васильевич пĕр сыпкăм кофе ĕçрĕ те кил хуçи çине куç айĕн кăмăлсăррăн пăхса илчĕ: —Эрех ĕçсе айăпа кĕнĕ пуль-ха председатель умĕнче ку тесе шухăшлатăн-тăр ман пирки эс, анчах эп кирек хăçан та виçине пĕлсе ĕçнĕ — хама питех ирĕке яман. Килти прокурор ман — хуçайккă пирки калатăп-ха — вăл-ку енчен председательтен те çирĕпрех. Тĕп инженер ĕçĕнчен чăнах хамăн ирĕкпе тухрăм. Пĕрмай запчаçсем пирки хашкаса çÿремелле, пĕрмай механизаторсемпе вăрçмалла — йăлăхтарса çитерчĕ. Пирĕн колхозри механизаторсем сирĕн произведенисенчи пекех сознательнăй мар. Çуркунне уйра хĕрсе суха тумалла, вĕсене вара тепĕр чух килне çитсе ыйхăран вăратма тивет, ав еплерех «сознательнăй» вĕсем.

Таранов кулса ячĕ:

— Тикĕт лакăмĕ тытрăн пулас эс! Пурне те пĕр аршăнпа виçес мар.

— Лайăххисем те пур, хирĕçлеместĕп, çапах та сире, писательсене, вăрçасах килет. Сăмахран акă чăвашсем мĕн авалтан хăйĕн ятне кил-çурт çавăрайман çынна тиркенĕ, ăна çын тесе те шутламан, çавна вара эсир манатăр. Хаçатсерен «çамрăксем валли ялсенче çуртсем ытларах лартмалла» тесе çыратăр. Сире итлекенсем те пур. Аксанов та ав колхозăн тĕп ялĕнче тăватă хваттерлĕ çурт тутарчĕ. Мунчи те çĕкленсе ларчĕ унта. Кĕçех шăл сиплемелли больница хута каять акă.

— Ку питĕ лайăх! —хавхаланчĕ Таранов.

— Камшăн лайăх пуль, анчах ман хамăн саккун — Васильев саккунĕ! —мухтанарах каларĕ Петр Васильевич. — Ман аслă ывăл, Раман, пĕлтĕр авланчĕ. Авланма вăхăчĕ çитнĕ ĕнтĕ — çирĕм виççĕ тултарчĕ каччă. Хĕрĕ кÿршĕ ялтан. Ашшĕ-амăшĕ лайăх çынсемех, анчах хăй хулара çĕвĕ фабрикинче ĕçлесе пурăнатчĕ. «Çавăтса каять ĕнтĕ ман ывăла хуланалла ку», —куляннăччĕ эпĕ. Ара, çамрăк арăмсем упăшкисене час-часах хуланалла сĕтĕреççĕ, ун пеккисем пирĕн ялта та пĕрре кăна мар пулнă. Телее, çавнашкал инкекрен мана Аксанов хăтарчĕ темелле. Вăл тăрăшнипе колхозра çĕвĕ мастерскойĕ уçăлчĕ те, кин ман унта ĕçе вырнаçрĕ. Ĕç пур, çумра упăшка пур, ун пек чух ăна хула мĕн тума кирлĕ? Анчах эп иртерех савăннă-мĕн. Иртнĕ çулла, пĕр кунхине, арăм мана калать: «Раманпа кин хулана пурăнма куçса каясшăн пулмалла», —тет. Ман тепĕр ывăл пур, кĕçĕнни. Кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухмалла. Киле кĕçĕнни юлать, йăли çапла-çке чăвашăн. Пирĕн çав-çавах уйрăлса тухмалла, хамăрăн кил-çурт çавăрмалла тесе хулана кайма шут тытнă иккен Раманпа кин. Эп вара вĕсене хамăр ялтах шăтăр-шăтăр кил-çурт туянса патăм. Чĕмсĕр Çемене астăватăн-тăр, çавă сутрĕ.

— Чĕмсĕр Çемене тетĕн? Э-э, лешĕ, тăкăрлăк хĕрринче пурăнаканни! —тавçăрса илчĕ Таранов. — Арăмĕ унăн çамрăк чух упа кутĕнчен тĕк татса илес пекех çивĕччĕ.

— Халь те çавăн пекех, — тиркешрĕ Петр Васильевич. — Ахальтен мар ĕнтĕ упăшкине таçта Çĕпĕре илсе тухса кайрĕ. Кунта та вĕсен пурнăçĕ пыл та çунчĕ, татах темскер çитмерĕ вĕт. Ну, вĕсем таçта яланлăхах куçса кайни маншăн лайăх пулчĕ-ха, ывăлпа кин валли шăтăр-шăтăр кил-çурт туянтăм. Ху туяннă е лартнă кил-çурт хваттертен шанчăклăрах, хаклăрах, унта эс яланлăх хуçа. Юрласа кăна пурăнаççĕ халь ывăлпа кин. Пырса кур пĕрре яла, атту мантăн эс ăна, аван мар ун пек.

Çапла, çиелтен пăхма кăмăллăнах калаçса ларчĕç ун чух иккĕмĕш сыпăкри тăвансем, анчах иккĕшĕ те Инесса ятне асăнмарĕç авă. Ку ят вĕсемшĕн калаçура тĕкĕнме юраманни. Пĕр-пĕрне вĕçне çитичченех шанманни те пур вĕсен. Ахальтен мар ĕнтĕ Таранов яла кайса килессишĕн хыпсах çунмарĕ. «Ырă кăмăлпах хăйсем патне хăнана чĕнчĕ-ши Петр Васильевич? Çук пуль. Вĕсене эп унта чăрмантаратăп кăна», —шухăшларĕ вăл. Халь вара шалтах аптрамалла: пĕри çине-çинех телефонпа шăнкăравлать, тепри телеграмма çаптарать. Кун пек чухне инçе çултан шикленсе хваттерте канлĕн саркаланса лараймĕç.

4

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Автобус тĕтĕм-сĕрĕмлĕ хула кăшкарĕнчен уçă сывлăшлă уя хашкаса тухиччен виçĕ хутчен «васкавлă пулăшу» машини хирĕç пулчĕ. Çав хĕрлĕ хĕреслĕ машинăсем çиçĕм пек хăвăрт вашлатса иртнĕ чух Таранов кашнинчех хаш! сывласа илчĕ, кăкăрне канăçсăррăн сăтăркаларĕ. «Хăçан та пулин ман пата та вĕçтерсе çитет акă çав синкерлĕ машина. Тен, вăл мана кирлех те пулмасть? Чĕре самантрах ĕçлеме чарăнĕ те, тÿрех леш тĕнчене ăсанăп». Тарановăн çакăн пек шухăшлама сăлтавĕ пур: икĕ çул каялла ăна инфаркт больницăра выртмаллах вăйлăн лÿчĕркерĕ. Халь те вăл час-часах больницăна лекет, кĕсйинче яланах эмел чиксе çÿрет. Врачсен кирек хăçан та сăмахĕ çакăн пек: нихçан та ытлашши пăлханмалла мар, стресс тенинчен сыхланмалла, уçă сывлăшра ытларах пулмалла. Таранов врачсен сăмахне май çитнĕ таран пурнăçлама тăрăшать. Халь те вăл автобусра хăй тĕлĕнчи чÿречене пăртак уçса пуçне тулалла чалăштарнă: капла уçă сывлăша кăкăр туллипех сывлатăн. Кĕрхи сывлăш сулхăнрах ĕнтĕ, анчах тутлă. Темле хăйне евĕрлĕ шăршăллă:  унта тыр пул, панулми, пăланпа пилеш, тĕтĕмпе çăкăр шăрши пĕрле хутăшнă пек.

— Эсир ăнсăртран Таранов мар-и?

Шухăша путнă Таранов кăртах сикрĕ:  кам-ха кунта ăна пĕлекенни? Хăйĕнпе юнашар ларса пыракан хĕрарăм сăмах хушрĕ иккен. Именчĕклĕн кулкаласа чăр-чăр пăхкалать хайхискер. Аллă çулалла çывхарать пуль хăй. Шупашкарти ачи патĕнчен хăнаран таврăнать паллах. «Ман япалана хăшне те пулин вуланă ĕнтĕ ку», —савăнарах шухăшларĕ Таранов, анчах хайхи хĕрарăмпа унăн ним çинчен те калаçас килмерĕ:

— Шел, эп Таранов мар, — терĕ вăл.

— Эсир çавă, çавă, — çинех тăчĕ хĕрарăм.

— Кам-ха вара эсир пĕлекен темле Таранов? —сиввĕнрех ыйтрĕ Таранов.

— Писатель, кам пултăр урăх?

— Ун пек писатель те пур-им чăвашсен? —тĕлĕненçи пулчĕ Таранов. — Илтмен ку таранччен, ним те пĕлместĕп.

Хĕрарăм айăплăн кулса илчĕ те шăпланчĕ. Таранов пуçне каллех уçă чÿрече еннелле чалăштарчĕ. Пули-пулми çынсемпе ун-кун çинчен калаçма пуçĕ пушă мар унăн: унта çĕр пин шухăш явăнать. Çав шухăшсем пĕрне-пĕри хирĕçлеççĕ, вăрçаççĕ, пĕр-пĕринпе тавлашаççĕ. Çапла, Тарановăн халь çав тери пăтăрмахлă вăхăт. Темле палламан хĕрарăмпа кана мар, хăйĕн юлташĕсемпе те калаçас килмест — вĕсенчен те пăрăнарах çÿрет. Тăван ялне те вăрттăнрах тухса шăвăнасшăнччĕ, анчах автовокзала çитрĕ çеç — юрă уявĕнчи пек хĕвĕшекен халăх хушшинче Мерчен Мишшине асăрхарĕ. Хĕрĕхрен иртнĕ яштака кĕлеткеллĕ арçын вăл. Тăрăхларах питлĕ, кăтра сарă çÿçлĕ, самаях çÿллĕ пÿллĕ, анчах унăн тата çÿллĕрех курăнас килет-ши е хăй кăтра çÿçлĕ пулнăран-и пуçне каçăртарах çÿрет. Халь те вăл пуçне жираф пек каçăртнă та йĕритавралла мăнаçлăн пăхкаласа тăрать. Кĕске хура сăран пиншак тăхăннă, пуçĕнче те сăран шĕлепке. Çивĕчскер, тем самантра Таранов умне çитсе тăма та ĕлкĕрчĕ.

— Сывах-çке эс, тĕлĕнмелле! Салам эппин, салам! — аллине тăсрĕ вăл. — Хăш-пĕрисем калаççĕ, Таранов гарем уçнă —ун патне çамрăк пикесем кĕтÿпе пырса çÿреççĕ теççĕ.

— Поликлиникăран çамрăк сестрасем укол тума çÿреççĕ, вăт сана — гарем! —сăнран тĕксĕмленчĕ Таранов. — Чĕре канăç памасть, Михал тăванăм, чĕре.

— Çавăншăн ак мĕн айăплă, Микихвĕр, —Таранова хырăмĕнчен пÿрнипе тăк-тăк тĕртрĕ Мерчен Мишши. — Акă еплерех пулмалла хальхи вăхăтра чăн-чăн çыннăн, — тесе хайхискер яшт! тÿрленчĕ, хырăмне çурăмĕ çумнерех тартса кăкăрне каçăртрĕ: —Экстра-гимнаст, экстра-атлет эп! Мĕншĕн çавăн пек тетĕн? Ирĕн-каçăн кашни кунах гимнастика тăватăп. Сан та хуçкаланмалла çавăн пек, вара чĕрÿ те йĕркене кĕрĕ.

— Тем, йĕркене кĕрĕ-и? —иккĕленнĕ Таранов. —Ытлашши хуçкаланма-çапкаланма юрамасть тата май, сасартăк…

— Хальхи усал вăхăтра сĕлеке юхтармалла-и? Улăп пек паттăр пулма тăрăш, Микихвĕр! —ăна çурăмĕнчен лăпкарĕ Мерчен Мишши. — Юрĕ, чир-чĕр çинчен мар, ĕç çинчен калаçăпăр. Ăçталла çул тытатăн халь? Тăван яла тетĕн-и? Аван, аван. Хам эп Шетмĕ тăрăхĕнчи районтан таврăнатăп. Пултарулăх командировкинче пултăм. Тĕрлĕ колхоза çитсе сăвă ярăмĕ валли материал пухрăм. Хаçатра очерксем те майлаштарăп-и, куç курать унта. Çул çÿреме пушмак таврашĕ çирĕп кирлĕ, çĕннине туянса тăхăнтăм акă, —урине çĕклесе кăтартрĕ Мерчен Мишши. — Мĕн хак тăрать пуль тетĕн?

— Вăтăр-вăтăр пиллĕк, унран мала мар, — терĕ Таранов шĕвĕртерех сăмсаллă йăлтăркка хура пушмака сăнарах пăхса.

— Эс лайăх прозаик, анчах япаласене хак пама пĕлместĕн иккен, — тиркешрĕ Мерчен Мишши. — Сакăр вунă

тенкĕ тÿленĕ эп ку пушмакшăн. Илтетĕн-и, сакăр вунă тенкĕ! Шупашкарта мар, Мускавра туяннă. Тĕрĕсрех каласан, арăм туянса килчĕ унтан. Ман арăма пĕлетĕн вĕт?

— Пĕлетĕп паллах, — пуçне сĕлтрĕ Таранов. —Артистка вăл сан.

— Артистка кăна мар, талантлă артистка! —пуç пÿрнине чăнк! тăратрĕ Мерчен Мишши. — Ман çумра талантсăрри ним те çук. Журналăн юлашки номерĕнче ман сăвă ярăмне вуларăн-тăр. Ну, мĕнлерех вĕсем?

— Аптрамаççĕ, — терĕ Таранов.

— «Аптрамаççĕ» мар, вăйлă вĕсем, вăйлă, вăйлă! — пĕр сăмаха темиçе хутчен каларĕ Мерчен Мишши. — Поэзи мĕнне ăнланмастăн, сăвă мĕнне пĕлместĕн.

— Аплах мар пуль те, — кăмăллăн хирĕçлерĕ Таранов. — Çамрăк чух хам та пайтах сăвă çырнă, пичетленнĕ. Çавна май поэтсене эп пăртак кĕвĕçетĕп, вĕсем çырнине пĕр сиктермесĕр тенĕ пек вулатăп. Нумаях пулмасть ак Потаповăн питĕ селĕм сăвăсем çапăнса тухрĕç.

— Потапова мухтатăн тем? — куçне чарчĕ Мерчен Мишши. —Ара, поэт мар вĕт вăл. Ăнланатăн-и, поэт мар! Хăй вăхăтĕнче издательствăпа тĕрлĕрен редакци таврашĕнче пысăк вырăн йышăннăран кăна поэт ятне илтме пултарчĕ çав шĕвĕр. Халь ниçта та ĕçлемест те, пăкки шанчĕ унăн.

— Йăнăшатăн пуль, юлташăм, — лăпкăн хирĕçлерĕ Таранов. — Кирек хăш енчен пăхсан та Потаповăн çĕнĕ сăввисем лайăх. Вĕсене эс вуламан-тăр, çавăнпа ытлашши тиркешетĕн.

— Потапов пек шĕвĕрĕн сăввисене вулама эп кичем те вăйсăр прозаик мар, чăн-чăн поэт, —сисмен çĕртен тенĕ пек Таранова чĕпĕтсе илчĕ Мерчен Мишши. — Илемлĕх туйăмĕ çук вĕт Потаповăн, çук. Çавăн пеккине паман ăна турă. Ахальтен мар ĕнтĕ хайхискер хăйне валли янравлă псевдоним та шыраса тупма пултарайман.

— Ăна янравлă псевдонимран ытларах янравлă сăвăсем илĕртнĕ пуль, —йăл кулчĕ Таранов.

— Мĕне кура Потапова мухтатăн-ха, мĕне кура? — тĕлĕннипе аллине саркаларĕ Мерчен Мишши, —Пĕлетĕн-и, нумаях пулмасть вăл урăлтаркăча лекнĕ теççĕ.

Ку сăмаха ĕненмесĕр Таранов пуçне пăркаларĕ:

— Тем, чăнах çапла-ши? Ман шутпа, Потапов эрехшĕнех пуçне çухатакан çын мар.

— Суккăр çын эс, тÿррипе каласан, —Таранов çине хĕрхенерех пăхрĕ Мерчен Мишши. — Эрех тенине ку таранччен Потапов вăрттăнтарах ĕçнĕ — килĕнче, никамкурман çĕрте, анчах пăшатана михĕре пытăраймастăн. Халь унăн хуйхи-суйхи пысăк тата, ун пек чухне эрех — пĕрремĕш çăлăнăç.

— Тем вăлтса тăриччен кала тÿррипе:  мĕн пулнă унăн? —ыйтрĕ Таранов.

— Арăмĕ улталама пуçланă ăна, вăт еплерех хуйхă, — йăл-йăл кулкаларĕ Мерчен Мишши. — Потаповăн халь те сăвă çинчен, те арăмĕ çинчен шухăшламалла? Эс вара унăн сăввисем питĕ селĕм тетĕн.

— Эпĕ кăна мар, Саркай та çавăн пек калать, —хăйĕн шухăшĕнчен пăрăнмарĕ Таранов.

— Саркай та мухтать-и? Тĕлĕнмелле ку, тĕлĕнмелле, — çамкине картлантарсах тем шухăшларĕ Мерчен Мишши. —Çапах та унăн сăмахне питех хăлхуна ан чик. Хамăр хушăра каласан вăл писатель мар, беллетрист кăна, çавна асра тыт. Конъюнктура сăмах пĕлтерĕшне ăнланатăн-и? Ăнланмастăн пулсан çавăн çинчен Саркайран ыйт. Иккĕшĕ вĕсем тахçантанпах туслă. — Сасартăк хайхискер ахăлтатсах кулма тытăнчĕ. —Гений пекех вăйлă çатлаттартăм Саркай пирки. Çапла мар-и?

— Пĕр-пĕр пухура çатлаттарасчĕ çапларах, анчах унта эпир пурте Муççа пекех шăпăрт.

— Мĕнле Муççа пек?

— Хăвăн сăввусене кăна мар, классикăна та вуламалла.

— Санашкал классик çырнине-и? —шăл йĕрчĕ Мерчен Мишши. — Хăш-пĕрисене ĕненес пулсан, «нит» сăмаха литература чĕлхине кĕртсе эс историре юласшăн, классик ятне илтесшĕн имĕш. Ара, «нит» сăмах вăрăмлатса вуласан Никифор Ильич Таранов тенине пĕлтерет-çке. Асăрханă çавна çивĕчрех куçлисем.

Мерчен Мишши каллех ахăлтатса кулма тытăнчĕ.  Ăна хирĕç Таранов пĕр-пĕр хивре сăмахах каласшăнччĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ, мĕншĕн тесен çач самантра автовокзалти диспетчер Хусахмата каякан автобус инçе çула тухма хатĕрри çинчен те пĕлтерчĕ те, Таранов унталла васкарĕ. Çула тухнăранпа вăхăт чылай иртрĕ, автовокзалти тĕлпулăва манмалла пек, анчах Таранов çаплах çавăн çинчен шухăшлать, хăй ăшĕнче Мерчен Мишшипе тавлашать: «Потапов сăввисем çапах та лайăхах, юлташăм. Вĕсене кăлăхах тиркетĕн. Арăмне элеклесе те пулин Потапов сăввисене вараласшăн-ха эс. Хитре мар ку, хитре мар. Эпир, çыравçăсем, айван ача-пăча пек тепĕр тесен: тетте шухăшласа кăларатпăр та çав япала лешĕн е кунăн хитререх тесе чĕрре кĕрсех тавлашатпăр. Нит çуккисем кама та пулин пусарас тесе тĕрлĕрен элек сарма та вăтанмаççĕ. Ыттисене путарса хăйсен ятне çĕклеме хăтланаççĕ ун пеккисем».

Пуçĕнче «нит» сăмах мĕлтлетрĕ кăна—Таранов вĕриленсе кайрĕ. Вăл çав сăмахшăн чĕрре кĕрсех тимлени хăш-пĕрисемшĕн кулăшла иккен: йĕкĕлтеме, тăрăхлама пăхаççĕ авă. Мерчен Мишши автовокзалта еплерĕх ахăлтатса кулнине аса илсен, хăйне тем хĕснĕ пек, тем тăвăрлатнă пек туйнăран Таранов шурă пăнчăллă хĕрлĕ галстукне канăçсăррăн тÿрлеткелерĕ, хăмăр плащ тÿмине хыпалансах вĕçертрĕ, чĕри темле йĕркесĕртерех тапма пуçланине сиссе пуçне чÿрече еннелле чалăштарчĕ, уçă сывлăша кăкăр туллин сывлама тăрăшрĕ. Чĕрине уçă сывлăш та лăп- лантарайманнине кура юнашар ларса пыракан хĕрарăм сисиччен Таранов чĕлхи айне валидол хучĕ, ассăн сывласа илчĕ: «Эпир, çыравçăсем, пĕр-пĕринчен тăрăхлас тесен пурте пултаруллă, кашниех гений çав». Анчах кирек мĕн, кирек кам пирки шăл йĕрес пулсан та малтан пуç тавра тарăнрах шухăшласа пăхмалла-тăр. Таранов акă «нит» сăмах хăйĕн инициалĕ пек янранине ку таранччен аса та илмен, çавăн çинчен шухăшласа та пăхман, анчах Мерчен Мишши паян каçса кайсах ахăлтатрĕ ав. Çавнашкал пуличчен хайхи сăмаха чĕри варрине ĕмĕрлĕхех вырнаçтарса хума тăрăшасчĕ унăн. Е вăл мана совĕç кирлĕ мар, эп унсăрăнах чаплă пурăнатăп тет-ши? Çук-çук, совĕç вăл пурне те кирлĕ, çав шутра Мерчен Мишшине те. Апла пулсан «совĕç» тенине пĕлтерекен чăн-чăн чăваш сăмахне литература чĕлхине кĕртмеллех, ан тив, кашни çыравçах усă куртăр унпа хăйĕн хайлавĕсенче, вара çынсем совĕç тенине час-часрах аса илĕç, усаллине алхасма ирĕк памĕç. Акă еплерех ырă ĕмĕт хавхалантарнăран Таранов «нит» сăмахшăн чунне пама хатĕр. Хăш-пĕрисем йĕкĕлтесен те, тăрăхласан та хăйĕн шухăшне улăштармĕ. «Пит» сăмах пирки вăл статья та çырнă-ха, анчах пичете пама тăхтарĕ: ара, журнал редакцийĕнче ĕçлекенсем: «Сирĕн калавăрти «нит» сăмахсене улăштармастпăр, çаплипех хăваратпăр», —тесе шантарчĕç-çке! Хăйсем вара суя сăмах кăна çаптарнă-мĕн: «Вăхăтлăха лăплантăр ку автор, кайран куç курать», —тенĕ пуль.

Таранов тарăхса кайрĕ, сив чир тытнă пек тăр-тăр-тăр чĕтреме тытăннăскер хăй сисмесĕрех чышкине чăмăртарĕ: «Ялтан таврăнсанах статьяна редакцие паратăп. Вăл пичетленсе тухни лăпкă кÿлле пысăк чул катăкĕ пăрахнă пекех пулĕ — шавламарĕ, танлаштарĕ чĕлхеçĕсемпе çыравçăсене». Ку шухăш Таранова савăнтарчĕ, сăнне хĕвел пек çутăлтарса йăл-йăл кулкаларĕ, анчах нумай та вăхăт иртмерĕ—хул-пуççине лĕнчĕр усăнтарчĕ мĕскĕн, янахне хурлăхлăн сăтăркаларĕ: «Чим-ха, иртерех савăнатăп пуль. Пичетленсе тухĕ-и вăл?  Ăна хаçатра ĕçлекенсем Саркая рецензилеме парĕç те, сыв пул вара çут тĕнче ман статьяшăн».

Сăлтавсăр-мĕнсĕр хуйха ÿкрĕ тетĕр-и Таранов? Сăлтавĕ пур çав. Саркай сĕнĕвне пур çĕрте те шута илеççĕ, мĕншĕн тесен вăл авторитет. Авторитет вара кирек хăçан та тĕрĕс сăмах калать, мĕншĕн тесен вăл авторитет. Хăйне килĕшмесен çĕнĕ шухăшлă япаласенех мĕн чухлĕ касса вакламан пуль Саркай, шутне тупаймăн! Пĕр çулхине вăл Таранов повеçне те тимĕр тылă пекех тылланăччĕ: «Тĕп геройĕ сирĕн ытла та тĕксĕм сăнлă. Вăрманта пĕр инкене ыталарĕ вĕт вăл — ыталарĕ. Ун пек юрать-и? Совет çыннисен кăмăл-туйăмне пăсса кăтартни, вĕсене элеклени ку! » Саркай шучĕпе кирек хăш хайлаври тĕп герой та кантăк пек яп-яка пулмалла, хăй вара вăл чăнах çавăн пек çырать. «Йăнăшатăр пуль тахăш тĕлте, Саркай юлташ. Ахальтен мар сан пирки Мерчен Мишши вăл писатель мар, беллетрист кăна тет. Унăн сăмахĕнче тĕрĕсси пурах», —сиввĕнрех кулса илчĕ Таранов. Унччен те пулмарĕ— унăн шухăшĕ урăх йĕр çине ÿкрĕ: «Саркай çинчен калаçса тăнă чух Мерчен Мишши мĕншĕн кĕтмен çĕртен ахăлтатса кулма тытăнчĕ-ха? Куласса та темле ирĕксĕртереххĕн кулчĕ тата — темле суялăх, вăрттăнлăх пурри сисĕнчĕ». Шухăшларĕ-шухăшларĕ Таранов, анчах юлташĕн кăмăлĕ мĕн сăлтавпа ытла та хăвăрт улшăннине ăнарса илме пултараймарĕ. Ваттисем тĕрĕсех каланă çав çын чун-чĕри те кĕрĕк çапни мар, ăна тавăрса пăхаймастăн тесе.

5

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Çĕр çинче кирек ăçта та çулсем пĕр-пĕринпе хĕресленеççĕ. Ун пек вырăн Шупашкартан Хусахмата кайнă çĕрте те пур. Çавăнта çитсен автобус майĕпен сулахаялла, мал еннелле, пăрăнчĕ. Кунта хальтерех асфальт сарнă мăн çул тăршшĕпех тип-тикĕс — автобус малалла канлĕн, çăмăллăн ыткăнать. Мăн çул тÿпем вырăнпа иртнĕ май инçетри-инçетри курăнать. Кирек хăш еннелле пăхсан та пĕр евĕрлĕ сăн: йывăçлă ялсем, пĕчĕк вăрман лап- тăкĕсем, çырма-çатра çуркаласа пĕтернĕ уйсем — ĕçчен чăваш çыннин ĕмĕртен хĕсĕк çĕрĕ. Таврара халь виçĕ тĕс хуçаланать: йывăçсем сарă, çĕртме тунă уйсем хура, кĕр калчи пуссисем ешĕл симĕс.

Чÿречерен пăхса кĕрхи уяр кун илемĕпе киленсе пыракан Таранов сасартăк кăрт сикрĕ, канăçсăррăн йăшăлтатса) илчĕ — малта, кăнтăр-хĕвел тухăç енче, хăйĕн тăван ялĕ курăна пуçлани чун-чĕрине пăлхантарса ячĕ. Кунтан, вунă çухрăмран, йывăçсемпе çурт тăррисем кăна тĕтрел- лĕн-мĕнлĕн сĕмленкелеççĕ-ха, анчах Таранова тăван ялĕ инçетрен те ал тупанĕ çинчи пекех курăнать ĕнтĕ, мĕншĕн тесен кирек мĕнле çын куçне те çуралнă вырăнĕ ĕмĕрлĕхех ÿкерĕнсе юлать, унта мĕн пуррине, хăш кĕтес еплереххине нихçан та манмастăн. Таранов сăпки — çырма пуçне вырнаçнă икĕ урамлă ял. Пĕр урамне, пысăкраххине, Малтушкăнь теççĕ, тепри, пĕчĕкреххи, çырма леш енчи— Хыçалкас. Çав Хыçалкас текен урамра ÿссе çитĕннĕ Таранов. Вĕсен кил-çурчĕ хĕрринчен иккĕмĕшĕччĕ. Астăвасса, хăлтăр-халтăртарах кивĕ пÿртчĕ, çине турпас витнĕскер. Каярахпа, çĕр ĕçченĕсен пурнăçĕ лайăхланса пынă май, çав вырăнта çĕнĕ çурт, шултра хыр пĕренисенчен тунă икĕ сыпăклă капмар пÿрт, çĕкленчĕ:  киввин тăватă чÿрече, кунăн вара — улттă. Кирпĕчрен лартмалăх та укçи-тенки çитетчĕ пулĕ, анчах кирпĕч çуртсене Таранов ашшĕ кăмăлламастчĕ: «Унашкал çуртсенче хĕлле сивĕ, ăшăтма вутă нумай кирлĕ», —текелетчĕ. Çапах’ та ăна çĕнĕ пÿртне йывăçран лартма урăхларах сăлтав хистерĕ пулĕ. Вăл таврари ăста платниксенчен пĕриччĕ, мĕнле те пулин çурт тумалла пулсан ăна ĕçе чĕнме çичĕ-сакăр çухрăмри ялсенчен те час-часах пыратчĕç:  алли ылтăнахчĕ çав.

Çавнашкал ăста хăйĕн пÿртне ăçтан кирпĕчрен купалаттартăр? Вăл пĕлмен ĕç çукчĕ пулмалла:  катка-пичке те хăех майлаштаратчĕ, çурлине те хăех паллатчĕ, çавине те туптатчĕ. Хăйсен çемйинче хĕрарăм сахалтарах пулнăран- ши— çамрăк чух алсиш-чăлха çыхма та ÿркенмен имĕш. Хутран-ситрен тăван килне килсен Таранов ашшĕ ĕçсĕр ларнине нихçан та курман. Кирек хăçан та унăн аллинче е пуртă, е çава, е састăп вылятчĕ. Çипуçĕ те ялан тенĕ пекех пĕр евĕрлĕччĕ: хĕлле — фуфайкăпа çытма, çулла— кивĕрех кĕпепе вараланчăк шăлавар.

Килĕшĕн кăна мар, колхоз ĕçĕшĕн те ырми-канми тимленĕ вăл. Çынсем ăна нимрен ытларах ырă кăмăллă, тÿрĕ чунлă пулнăшăн хисепленĕ. Ултав ăна илĕртеймен, суя куç хĕсеймен. Пирĕн колхозри çынсем пурте Илья Семенович пек пулас тăк эпир тахçанах Америкăна хуса çитмелле текенсем те пурччĕ ялта. Таранов хăйĕн ашшĕпе Илле мучи е Илле пичче тенине сахал илтнĕ, ăна, пурте тенĕ пекех Илья Семенович тесе чĕнетчĕç. Ара, çынни вăл ахаль колхозник, çеç пулман: колхозсем пысăкланиччен председатель заместителĕнче ĕçленĕ, кайран вара — бригадирта. «Сывлăх аптрамасть пек, вăй пур — халăх шансан бригадирĕнче çитмĕл çула çитиччен те тар тăкатăп пуль-ха, ĕçĕ маншăн алă çемми», —çапларах каланăччĕ вăл пĕррехинче, анчах хайхискер утмăла кайрĕ кăна — ĕçне пăрахма васкарĕ. Çавăн хыççăн Таранов ятарласах яла килчĕ. Октябрь пуçламăшĕнчи уяр кунччĕ ун чух. Ашшĕ анкартинчи улмуççисем айĕнче çулçă шăлса пуçтарать. Темле мĕскĕннĕн курăнчĕ вăл: пĕчĕкленнĕ пек, хура çÿçенчĕ шурă пĕрчĕсем нумайланнă пек. Аллинчи шăпăрне те аран-аран вылятать пек.

— Чирлетĕн-им? —хĕрхенерех ыйтрĕ Таранов. —Апла тăк тĕрĕсех тунă эс бригадир ĕçне пăрахса.

— Хутран-ситрен çакăнта тем чиккелет, — авăкне тытса кăтартрĕ Илья Семенович. — Çапах та сывлăх енчен аптрасах каймастăп-ха. Ĕçĕнчен эп урăххишĕн тухрăм, ывăлăм. Ырă çынах мар иккен Ярабаев. Унпа пĕрле ĕçлеме пултараймастăп. Кашни кун чуна ыраттармалли мĕн те пулин тупăнать.

— Хуçалăхри кашни кăлтăках чĕре варрине илмелле мар пуль, атте, — иккĕленерех асăрхаттарчĕ Таранов. — Пурнăç çине хăш-пĕр чухне философ пек лăпкăн пăхма тăрăшмалла. Кирек мĕнле çитменлĕх те ĕмĕре мар: паян пур вăл — ыран çук.

— Эй, калаçатăн эс, — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ Илья Семенович. —Ярабаев пек, çын председательте ĕçлесен колхозри çитменлĕх ĕмĕрне пĕтмест, колхозĕ хăй пуçĕпех пĕтме пултарать. Итле эс, ывлăм, итле: халь те яла куçса килмест вĕт Ярабаев. Тăваттăмĕш çул ĕçлет председательте— çаплах район хулинче пурăнать. Ир килет те каç каять. Хăçан ĕç пултăр ун пек? Хуçа тĕнни кунтах, колхозрах, пурăнмалла.

— Арăмĕнчен иртеймест пуль ĕнтĕ.

— Асту иртеймест! —тăрăхларах кулса илчĕ Илья Семенович. —Пирĕн колхоза ултă ял кĕрет, çавсенче кашнинчех вара Ярабаевăн савни пур теççĕ. Аплах мар пулĕха, хушарах шăл йĕреççĕ тен хăш-пĕрисем. Анчах Çирĕк- кассинче чăнах варли пур Ярабаевăн. Анук ятлă çамрăк хĕрарăм пурăнать унта, упăшки тăватă çул каялла эрех ĕçсе вилнĕччĕ, çавăнта çĕр каçкалать тепĕр чух пирĕн председатель. Ан тив, çĕр каçтăр, ан тив, хутран-ситрен ăна çăмăл машина çинче те ярăнтартăр, кун пирки пирĕн ĕç çук тейĕпĕр. Мана урăххи тарăхтарать:  çав хĕрарăм умĕнче мĕншĕн колхоз укçи-тенкипе ырă ятлă пулмалла председателĕн? Акă мĕн хăтланчĕ Ярабаев: ячĕшĕн тенĕ пек çул-йĕр бригади йĕркелерĕ те унан пуçлăхне Анука лартрĕ. Хайхи янкăс хĕрарăм кашни уйăхрах çĕр тенкĕ яхăн янтă укçа илет халь, авăнмасăр, вăй хумасăр илет. Çул çинчи çурхи шыв çурнă вырăнсене çÿп-çап, тăпра турттарса виттеркелерĕ, анчах ун пек ĕçсене уй-хир бригадирĕ те тутарттарнă пултарать. Пирĕн колхоз миллионер тетĕн-и? Колхозниксене ĕçшĕн тÿлеме Санкрав кивçен укçа илетпĕр.

— Правлени ăçта тата сирĕн? —тĕлĕнчĕ Таранов. — Чим-ха, эс ху та правлени членĕ марччĕ-и?

— Çапла, член-ха, анчах правление Ярабаев ним вырăнне те хумасть. —Ашшĕ хыпалансах пирус чĕртсе ячĕ, пăлханнине ирттерсе ярас тесе ăна пĕр хушă çине-çинех тарăннăн ĕмрĕ: —Çитменнине, унта вăл хăйĕн чи çывăх юлташĕсене чиксе тултарчĕ, лешсем вара ăна çăварĕнчен кăна пăхса лараççĕ, вăл мĕн калать — тÿрех кĕшĕл! алă çĕклеççĕ, пĕр харăс урра кăшкăрма та хатĕр. Ун пек чухне пĕччен ним те тăваймастăн: шăпчăк чĕппи хăраххи, лар шăппăн, луччĕ лайăхрах.

— Район центрне аслăрах пуçлăхсем патне кайса пăх- малла-тăр, —сĕнчĕ Таранов.

— Унта кайни усăсăр: çул укçи тÿлесе сиен курни кăна, —аллине сулчĕ Илья Семенович. —Районтан ярса панă вĕт Ярабаева пирĕн колхоза. Çăкăр завочĕн директорĕн- че ĕçлекенскер хирте тырă ÿстерме пĕлет тенĕ ĕнтĕ. Районтисем ăна каçса кайсах хÿтĕлеççĕ. Кăçал хĕлле, отчетлă суйлав пухăвĕнче, хăш-пĕрисем Ярабаева председательтен хăтарас, ун вырăнне урăххине суйлас тесе шавлама пăхрĕç-ха, анчах вĕсем хушшинче иккĕн-виççĕн пухăва эрех сыпса пынисем пурччĕ. Çавна асăрхарĕ те районтан килни — президиум сĕтелне аллипе шак-шак-шак! шаккарĕ: «Карланкине хĕртнисем пур иккен кунта, обществăллă йĕркелĕхе пăсаççĕ авă — милицие пĕлтерес! » Никамăн та милиципе çыхланас килмест — шăпăрт пулчĕç пире çĕнĕ председатель кирлĕ текенсем. — Илья Семенович ывăлĕ çине ÿпкевлĕн пăхкаларĕ: —Эс вара район центрне кайса пăхмалла-тăр тетĕн. Кун пек чухне вĕрен вĕçне тупма йывăр.

— Аплах ан кала-ха, —хирĕçлерĕ ашшĕне Таранов. — Районти пуçлăхсем хушшинче пирĕн колхоз нушине ăнланакансем те тупăнĕç.

— Шĕвĕртни тупатăн унта, урăх ним те мар, — хăйĕннех печĕ Илья Семенович. Кăмăлсăрланнă, тарăхнă самантсенче вăл кирек хăçан та «шĕвĕртни» сăмаха çăвар туллин çавăрттарса хурать. Халь те çавăн пек пулчĕ ĕнтĕ: — Районти пуçлăхсене колхоз нуши мар, план кирлĕ. Ярабаев вара план тултарма ăста. Тырă тухăçĕ пысăкрах пултăр тесе вăл акă акнă уйсен лаптăкне пĕчĕклетсе кăтартать. Нит тени çур пуслăх та çук унăн. Çавăн пек çынпа пĕр лав çинче ларса пыма хăрушă: ăнсăртран хăв та вараланатăн.

Таранова ашшĕн шухăшĕ килĕшмерĕ:

— Саншăн пулсан ик айкки те тăвайкки эппин: Ярабаев хуть тем хăтлантăр. Кун пекки те аванах мар-тăр. Председательпе пĕр лав çинчех ларса пырса колхоз лашине мĕнле те пулин тĕрĕсрех çулпа юрттарма тăрăшмалла пуль?

— Пĕлместĕн Ярабаева эс, ывлăм, пачах пĕлместĕн, — çăварне каллех пирус хыпрĕ Илья Семенович. —Лав çинчен хам ирĕккĕн ăнмасан мана вăл ун çинчен хăçан та пулин вăйпах тĕртсе ÿкерет, кустăрма айне туса сусăртма та пултарать.

— Апла пулсан Ярабаева хаçат урлă пĕçертсе илмелле, çыратăп ун çинчен мĕн те пулин.

— Тем, çырнипех унăн ăс-пуçне улăштарăн-ши? —иккĕленнĕ Илья Семенович. —Мана ытларах хĕсме пуçлĕ кунта. Хăй вара хăнк та сикмĕ. Районти юлташĕсем вăйлă чух ăна вутра та çунтараймăн, шывра та путараймăн.

Таранов çамрăкрах чух çивĕччĕ, хастарччĕ, çавăнпа та ашшĕн сăмахĕ унăн хавхаланăвне ним чухлĕ те сÿтĕк- летмерĕ:

— Курăпăр унта: хăшĕ хăшне çĕнтерет!

Çав кунах, хĕвел аннă вăхăтра, Тарановсен тĕлне брезент виткĕчлĕ газик çитсе чарăнчĕ те, кабинăран хура сăран пальто, çăмламас çĕлĕк тăхăннă вăтам пÿллĕ арçын сиксе анчĕ. Ярабаев пулчĕ ку. Çивĕч иккен хăй — куç хупса иличчен тенĕ пек пÿрт алăкне уçма ĕлкĕрчĕ:

— Кĕме юрать-и?

— Тархасшăн, Захар Тарасович! —председателе Илья Семенович хывăнма пулăшрĕ, малалла иртме сĕнчĕ, килĕнче хăна пуррине пĕлтерчĕ: —Ывăл килчĕ-ха паян Шупашкартан. Пĕлетĕр пуль ăна?

— Мĕнле пĕлмĕн-ха ун пек çынна? Пирĕн колхоз чапĕ вăл! —председатель Таранова алă тытсах сывлăх сунчĕ, унпа литература пирки те пăртак сăмахласа илчĕ, анчах хайхискер часах кил хуçи еннелле çаврăнчĕ: — Эп ятарласах сирĕн пата килнĕ, ман сирĕнпе питĕ пысăк ыйту пирки калаçса татăлмалла.

— Манпа, пенсионерпа, ун-кун çинчен калаçни усăсăртарах пуль. Çамрăксем пур.

— Çамрăккисене шансан сĕм суккăр пулăн, мана эсир кăна пулăшма пултаратăр, —кил хуçи çине чăр та чăр пăхкаласа илчĕ Ярабаев. — Еçлемелĕх вăй пур-ха сирĕн, пенсионер тесе ан мĕскĕнленĕр. Ене ферминчи лару-тăру начар вĕт пирĕн, çавна хăвăр та пĕлетĕр.

— Çапла, ĕç начар унта, — председательпе килĕшрĕ Илья Семенович. — Чимĕр-ха, эсир мана ферма пуçлăхне лартасшăн-им? Çăвара та ан илĕр ун пирки. Килти ĕнене те яланах арăм пăхать те, ăçтан эп фермăна ертсе пыма ăс çитерĕп?

— Ăсĕ сирĕн фермăна мар, колхоза ертсе пыма та çитет-ха, —шÿтлерех каларĕ Ярабаев. — Эсир урăххишĕн кутăна пеме пăхатăр, эп ним те туймастăп тетĕр-и, çук, пĕтĕмпех туятăп. Урлă-пирлĕ калаçни пулкаланă иксĕмĕр хушăра, çавăншăн кăмăла йывăра илетĕр. Анчах ваттисем мĕнле калаççĕ-ха, — пуçне Таранов еннелле чалăштарчĕ председатель, — пурăнан пурнăçра чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть темеççĕ-и?

— Пур çавăн пек сăмах чăвашсен, — пуçне сĕлтрĕ Таранов.

— Çав сăмах кил терĕшре те хирĕçÿсĕр пулмассине аса илтерет, эпир вара, Илья Семенович, кил хуçисем кăна мар, пирĕн алра — колхоз! —ватăрах арçынна куçĕпе тĕллерĕ Ярабаев. — Пĕр хушăрах çĕр те пин ыйту татса пама тивет, ун пек чухне хирĕçÿсĕрех пурăнаймăн. Сире сăлтавсăр-мĕнсĕр ят тивнĕ тен манран… Çавăншăн каçару ыйтам эппин. Пулни-иртнине манăр та ыранах ĕçе тытăнăр. Пирĕн кашниннех колхоз патриочĕ пулмалла.

Председатель чĕлхине çу çĕрсех ÿкĕтлерĕ те, килĕшрĕ çавăн чух Илья Семенович ĕне фермине ертсе пыма, анчах унта виçĕ çултан мала ĕçлеймерĕ. Бригадиртан вăл хăй ирĕкĕпе тухнăччĕ, ку ĕçрен вара ăна правлени ларăвĕнче сÿтсе явсах хăтарчĕç. Çавăн пек тума сăлтавĕ пулнă темелле: шывлă-пăрлă силос шăтăкне ăнсăртран лексе çуркунне пĕр ĕни вилнĕ. Çапах та ку инкек Илья Семеновича ĕçрен хăтарма йÿтĕм кăна пулнă, сăлтавĕ вара— урăххинче.

Район хаçатĕнче колхозсенчи фермăсенче кашни ĕнерен кунне миçе литр сĕт суса илни çинчен хутран-ситрен тĕлĕнмеллерех кăтартусем пичетлеççĕ. Çавăнта пĕрремĕш вырăн йышăнасси килнĕ Ярабаевăн, Илья Семеновича фермăра шута илмен ĕнесем вăрттăн тытма хушать, анчах лешĕ унăн сăмахне хăлхана та чикмест: «Ултавпа инçетех каяймăн —ун вырăнне пирĕн ĕнесен ăратлăхне лайăхлатасчĕ, выльăх апачĕ ытларах хатĕрлесчĕ», —тет.

Хушнине итлемен çынпа ĕç тăваймăн, хăтăлмалла унран мĕнле те пулин. Пĕр мăкла ĕни Ярабаев хуйхи-суйхине ăнланнă тейĕн — силос шăтăкне сикнĕ…

… Ферма пуçлăхĕнчен хăтарсан Илья Семенович утарта ĕçле пуçларĕ, çав хушăрах сад пахчи те пăхатчĕ. Пĕр алăра икĕ ĕçнĕ эппин: утарĕ те, сад пахчи те пĕр сĕртĕнчĕ— юхан шыв леш енчи пĕчĕк вăрман çывăхĕнчеччĕ, çавăнта кайса çÿреме Илья Семеновича йывăрах пулман. Çумăр чух кĕрсе ларма, тепĕр чух çĕр каçма мунча пысăкăш пÿрт те майлаштарнăччĕ. Хăй:  «Мĕн виличченех кунта ырă курса пурăнатăп ĕнтĕ», —текелетчĕ ăшшăн кулкаласа, анчах каллех ĕмĕтленни çитмерĕ:  пĕр çулхине утарпа сад пахчинче Макар мучи текенскер хуçаланма тытăнчĕ. Ялта та, урăх çĕрте те ăна ятпа мар, ытларах хушаматпа чĕнетчĕç: Бархатов. Хăйĕн ĕмĕрĕнче ку çын çан-çурăмне ал ĕçĕпех лÿчĕркемен: çамрăкрах чухне Хусахматри больницăпа вăтам шкулта завхозра вăй хунă, ватлăх укçи илме пуçласан пĕр хушă почтальон сумкине çакса çÿренĕ. Почтальон сумки йывăр пек туйăннă-и ăна, е урăхларах шухăш хавхалантарнă — вăл утарпа сад пахчине куç хывнă. Ахальтен-им вăл Бархатов, ахальтен-им çамрăкрах чухне завхозра хуçаланнă, пурнăçланă-пурнăç- ланах ĕмĕтне! Хайхискер пыл хурчĕсемпе улмуççисене лайăхрах пăхма пĕлнĕ тетĕр-и? Çук, вăл урăх енчен ăстарах пулнă: ун чухне бригадирта ĕçленĕ Хумма Левенĕпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă, ăна эрех-сăрапа тăраничченех шăварма ăс çитернĕ. Ун чухне Хумма Левенĕ колхоз председателĕпе пĕр кайăкран апат çинĕ темелле — пĕрпĕрне çур сăмахран ăнланнă, çавна та шута илнĕ, паллах, Бархатов. Вăл пилĕкне авмасăр-хуçмасăрах вĕллесенчен чашки-чашкипе пыл юхать, улмуççисенчен лавĕ-лавĕпе панулми пуçтарăнать тенĕ пуль, анчах тар юхтармасăр çĕр çинче ним те туса илейместĕн. Çĕнĕ хуçа тимсĕр, чунсăр пулнăран пурăна киле вĕллесенче пыл хурчĕсем вилсе пĕтнĕ, улмуççисем хăра-хăра типнĕ. Утарпа сад пахчи юхăннă хыççăн Бархатов нумаях пурăнайман — вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ, мĕскĕн. Хумма Левенне вара Ярабаев пысăкрах ĕçе куçарнă — хăйĕн заместительне лартнă. Утарпа сад пахчи юхăннăшăн вĕсем хăйсене е Бархатова мар, çут çанталăкри сарăмсăр пулăмсене айăпланă: пыл хурчĕсене темле чир тĕп тунă, улмуççисене хĕллехи хаяр сивĕ хăртнă имĕш…

… Ку тĕлелле Илья Семенович самаях халсăрланнăччĕ, килĕнчен унта-кунта питех тухса çÿрейместчĕ, колхозри çитменлĕхсем пирки чĕрре кĕрсех шавламастчĕ. Шавлас пулсан та пуçлăх тенисем унăн сăмахне хăлхине чикмест- чĕç. «Ларасчĕ сан, пенсионерăн, кăмака çинче, ăшăра, пули-пулми çĕре хутшăнас марччĕ», —тетчĕç. Çапах та Илья Семенович çăварне шыв сыпсах пурăнмастчĕ-ха— хăйсем патне кам та пулин пырсан колхозри тĕрлĕ çитменлĕх çинчен сăмах пуçармасăр тÿсейместчĕ:  пурăнан пурнăçра тепĕр чух усалли ыррине çĕнтерсе пынине кура чĕри ыратмаллипех ыратнă ĕнтĕ тÿрĕ чунлă ĕçчен çыннăн. Пĕр çулхине, çурла уйăхĕнчеччĕ пулас, Таранов Хусахмат таврашне командировкăна килчĕ те çула май йăпăртлăха тăван ялне кĕрсе тухрĕ, çавăн чух Илья Семенович утарпа сад пахчи юхăннă пирки хурланарах, тарăхарах калаçрĕ:

— Пирĕн Ярабаев тÿрре тухма ытла та ăста вара, тилĕ пекех ăста. Пыл хурчĕсем пĕтнĕшĕн — чир, улмуççисем хăрса кайнăшăн хаяр сивĕ айăплă иккен, вăт еплерех шĕвĕртни унта. Тĕрĕссипе, эрех тĕп турĕ вĕт пыл хур- чĕсемпе улмуççисене, эрех! Эрех те мар, Хумма Левенĕ чашлаттарнă вĕри шыв пулчĕ вăл хайхи ĕçчен хуртсемпе илемлĕ йывăçсемшĕн. Вăл халăх ĕçĕ çинчен мар, ытларах хăйĕн пырĕпе хырăмĕ çинчен шухăшлать вĕт. Ярабаев йăпăлтисене ытараймасть, çав пăтăрмах та утарпа сад пахчине ураран ÿкермелĕхех сиен кÿчĕ пуль… Кун пек чух чирпе сивве айăплани кулăшла.

Çакăн хыççăн нумаях та вăхăт иртмерĕ — Таранов «Хăрнă улмуççисем» повесть çырса пĕтерчĕ, унта вăл ашшĕн пурнăçне, унăн хуйхи-суйхине тĕпе хунăччĕ. Повесть чиперех пулса тухнă пек туйăннăччĕ те, ăна Таранов издательствăна леçрĕ. Кунта ĕçлекенсем вара кирек кам хайлавне хак пама та виçĕ çынна, хăйсем шанакан сумлăрах писательсене, вулаттараççĕ. «Мĕскĕн çыравçа пĕччен хĕнеме кичемрех, виççĕн вара — хаваслăрах», — теççĕ пулĕ ĕнтĕ. Çавна май Таранов виçĕ рецензи кĕтнĕччĕ, ăна хальхинче пуштă урлă пĕр пĕчĕкçĕ хут татки кăна ярса пачĕç. Унта çапларах çырнăччĕ:

«Хисеплĕ Таранов юлташ!

Сирĕн повеçĕре эпир ниепле те пичетлеме пултараймастпăр: Советлă ял пурнăçне сĕмсĕррĕн элеклесе çырнă япала вăл сирĕн. Колхоз председателĕпе унăн заместителĕ ытла та хура сăнлă, ыттисем те çутă мар. Çавăн йышши çынсемпе нихçан та коммунизм тăваймăн. Сире, социализмла реализм меслечĕ килĕшмест пулмалла, эсир унăн чăн-чăн тăшманĕ пекех туйăнатăр».

Таранов шалтах аптраса ÿкрĕ: тăшман ятне илтрĕ-çке вăл, ку вара шÿт мар. Чĕри унăн кăкăр кăшкарне çĕмĕрсе тухăçлах тапăлтатрĕ, тахăшĕ тутăх пăта тăрăнтарнă пекех хĕсĕне-хĕсĕне ыратрĕ, ÿт-пĕвĕ тăр-тăр-тăр чĕтрерĕ, пукан çине лармалăх та вăйĕ юлмарĕ. Мĕнле те пулин лăпланас тесе Таранов диван çине тăсăлса выртрĕ. Çук, вырăн çинче выртнипе инкекрен хăтăлаймастăн: хайхискер, чирлĕ çын хăраххи, аран-аран тумланкаларĕ те издатель- ствăна сулланчĕ: кам çырнине те пулин пĕлесчĕ, унпа йĕркеллĕн Калаçасчĕ. Унта çитсен тата ытларах аптраса ÿкрĕ, мĕншĕн тесен ку таранччен пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ çынсемех унран аяккарах пăрăнма тăрăшрĕç. Хайхискерсен пурин те кĕтмен çĕртен чĕлхи çĕтнĕ тейĕн:  маччаналла пăхса мăк-мак тукаларĕç, кам çырнине пĕлместпĕр тенипех çырлахрĕç. Кашниннех пуç тÿпинчен сĕрĕм макăрланчĕ пулмалла. Ку çынпа ытлашши нумай калаçсан из- дательствăри çемçе пукан çинчен таçта çĕр тĕпнелле сир- пĕнмĕп-и терĕç пуль. «Кирек кам та пĕр-пĕр ĕç пуканĕ çине вырнаçса ларсан чиновнике тухать, çын пулма пăрахать», —çапларах çырса хунăччĕ кун кĕнекине тахçан- тахçан Таранов, çавна асра тытса вăл издательствăра ĕçлекенсене нумай чăрмантарса тăмарĕ — сывпуллашма васкарĕ. Çав кун вăл килне çитеймерĕ — хăйсен подъезчĕ умĕнче, тенкел тĕлĕнче, асфальт çине тăрăнчĕ: пĕрремĕш инфаркт…

… Больницăра Таранов тăватă уйăха яхăн выртрĕ. Унтан тухсан майĕпен каллех ĕçе кÿлĕннĕ — издательство тиркенĕ повеçе тÿрлетме-якатма тытăнчĕ. Çулталăка майлă асапланнă хыççăн çав япала йăлтăр-ялтăрах «çуталнă» пулмалла — чиперех кун çути курчĕ. Унти геройсем эрех- сăра таврашне аса та илмеççĕ, тăванĕсемпе е юлташĕсемпе тĕл пулсан та чей е кофе кăна ĕçеççĕ. Колхоз председателĕн вăрттăн варли çук, мĕншĕн тесен яла вăл арăмĕпе пĕрле яланлăхах куçса килнĕ. Утарта вара пĕр вĕлле те катăлмарĕ — чирленĕ пыл хурчĕсене ăста утарçă пурне те сыватма пултарчĕ. Улмуççисем хăрса ларчĕç ĕнтĕ, анчах вĕсене колхоз пуçлăхĕсем йĕркесĕр пулни мар, хĕл сивĕ килни пĕтерчĕ. Ку инкек палли пачах çук халь сад пахчинче: ретĕн-ретĕн çамрăк улмуççисем лараççĕ — çеçке кăларма хатĕрленеççĕ. Чăннипе вара çав инкеклĕ утарпа сад пахчи пулнă вырăнта халь йÿçĕ панулми ÿстерекен тăватă-пилĕк улмуççи кăна чĕлтĕртетсе ларать, çулла кашни кунах кĕтÿ çÿрет. Çавăнпа та повесть пичетленсе тухни Таранова питех савăнтармарĕ. Уйрăмах вăл ашшĕ умĕнче аванмарланатчĕ, ăна куçран пăхма та намăс пекчĕ. Повеçри çынсен ячĕсене улăштарнă-ха, çапах та ашшĕ тем тавçăрса илессĕн, эс те ултав çулĕ çине тăтăн-çке, ывлăм, тесе калассăн туйăнатчĕ. Ашшĕ йывăр чирлени, вырăнпах выртни çинчен хыпар илсен Таранов яла шикленерех кайрĕ: «Чунĕ тухиччен унран мана мĕнле те пулин сивĕ сăмах лекмĕ-и, халăх умĕнче пите хĕретме тивмĕ-и? » Килне çитсен урăхларах хуйхă сиксе тухрĕ: «Ах, мĕншĕн пăртак васкамарăм-ши? » Ара, ашшĕн сехет маларах чунĕ тухнă иккен, ăна сак çине меллĕн вырнаçтарса хума та ĕлкĕрнĕ. Калатчĕ пулĕ ĕнтĕ мĕн те пулин ывăлне ашшĕ, анчах юлашки сăмахне хăйĕнпе пĕрле ĕмĕрлĕхех леш тĕнчене илсе кайрĕ. Амăшĕн юлашки сăмахне вара Таранов паянхи пекех лайăх астăвать, ăна вăл нихçан та манас çук.

— Тĕрмене лекмерĕн эс ку таранччен, çавăнпа та эп халь савăнсах куçа хупатăп, ÿлĕмрен те çав инкекрен турă хăтартăрччĕ сана — ман шăллăм шăпине тÿссе курмалла ан пултăрччĕ. Ах, ăçтан çырма вĕрентĕнех?.. Таканапа шăрт çинчи ĕç вĕт сирĕн, — акă еплерех хÿхлерĕ куçне яланлăхах хупас умĕн Таранов амăшĕ Укруç кинеми.

Тĕрмене ахальтен асăнмарĕ вăл вилĕм кĕтсе вырăн çинче пĕçерсе-çунса выртнă чух. Тахçан-тахçан Сантăр ятлă шăллĕ пулнă унăн. Хуп-хура çÿçлĕ чипер каччă. Етĕрнери педтехникумран вĕренсе тухсан икĕ çул ялта учительте ĕçленĕ те Шупашкара кайнă, хаçат редакцине ĕçе вырнаçнă. Статьясемпе пĕрлех сăвăсем те пичетленĕ, вĕсен айне Сехмет Сантăркки тесе алă пуснă. Кĕнеке кă- лармах ĕлкĕреймен — вăтăрмĕш çулсем вĕçĕнче халăх тăшманĕ ятне илтнĕ, вунă çула тĕрмене çакланнă. Унтан таврăнайман — таçта Çĕпĕрте вăрман каснă çĕрте выçса вилнĕ. Шăллĕн синкерлĕ шăпине асра тытса Укруç кинеми ывăлне пĕрре кăна мар çапларах асăрхаттарнă:

— Ытлашши темех ан çырах, ачам. Ыттисенчен уйрăлса ан кай. Вĕсемпе пĕр пекрех шухăшлама тăрăш. Кайăксем те ушкăнран аяккалла пăрăнаканнине, пĕччен вĕçме хăтланаканнине юратмаççĕ, ăна вĕсем сăха-сăха вĕлерме те пултараççĕ имĕш…

… Халь Таранов, автобусра ярăнса пыраканскер, амăшĕ тахçан-тахçан вĕрентерех каланине аса илчĕ те пуçне хурлăхлăн пăркаларĕ: «Ах, анне, анне! Ыттисемпе пĕр евĕр шухăшлама пуçласан эп хамăн ята, хамăн сăна çу- хататăп-çке. Ман вара кирек хăçан та ыттисенчен кăшт та пулин урăхларах пулас килет». Сасартăк Таранов вĕриленсе кайрĕ, пÿрнисемпе автобус кантăкне шăкăртаттарчĕ: чим-ха, чим, вăл хăй те халь ыттисенчен нимпех

Те уйрăлса тăмасть пуль — «Хăрнă улмуççисем» повеçне те тетте пекех хитрелетрĕ мар-и? Ку йĕплĕ шухăшран вăхăтлăха та пулин хăтăлас тесен кампа та пулин урăххи çинчен калаçу пуçармалла. Таранов хăйĕн çумĕнчи хĕрарăм пассажир еннелле тайăлчĕ.

— Паçăртанпах пуç çĕклемесĕр вулатăр — юмах-им?

— Юмах мар, Саркайăн «Паттăрсем» романĕ.

Таранов тек çăвар та уçмарĕ:  автобусра та Саркай иккен, унран ниçта та хăтăлма çук…

6

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Автобус кăрт-кăрт туртăнса илчĕ те йÿçĕ кăвак тĕтĕм пашлаттарса малалла ыткăнчĕ. Таранов мăн çул хĕрринче, вăрман хыçĕнчи улах вырăнта, пĕчченех тăрса юлчĕ. Кунта ирĕклĕнех сывлама пулать: Саркай романне вуласа чуна тăвăрлакан хĕрарăм пассажир юнашар çук. Çĕртме туса хуратнă ансăртарах уй урлă каçса вăрмана çитсе кĕрсен Таранов хайхи хĕрарăма та, Саркая та манчĕ, мĕншĕн тесен мĕн пĕчĕкрен пĕлекен пĕчĕк вăрман ăна хăйĕн кĕрхи илемĕпе чĕре туллин килентерчĕ. Кăмпа шăршиллĕ пĕр чĕптĕм сывлăшĕ те унăн валидолпа сустакран пин хут сиплĕрех пек. Ура айĕнче сарă, кăвак, хĕрлĕ çулçăсем чăштăр та чăштăр чăштăртатаççĕ: «Çĕр çинчи пурнăç пĕр тĕслĕ мар, çĕр те пин тĕслĕ», —тесе калаççĕ пек.

Çатрака туратлă ватă юмансем икĕ еннелле кĕшĕлех сирĕлчĕç те, шăлан тĕмĕсем курăнса кайрĕç. Ку вырăнта ĕлĕк нимле йывăç та ÿсместчĕ, Мăн çарата тетчĕç ăна, халь ак талккишпех шăлан. Вĕсене Раиса Михайловна учительница тимленипе лартса çитĕнтерчĕç. Ун чухне вăл ялти пуçламăш шкулта ĕçлетчĕ. Кашни çыннах анкартине шăлан лартма ÿкĕтлетчĕ: «Çырли сĕре сиплĕ унăн. Илтнĕ-и эс С витамин çинчен? Çав япала шăлан çырлинче лимонринчен те нумайрах». Анчах çынсем шăлан лартма васкамастчĕç: «Мĕн усси унран? Çĕре сая яни çеç». Учительница çавăншăн кулянатчĕ: «Кашни çынах хăйне шутсăр ăслă тесе шутлать, çав суккăрлатать ăна», —тетчĕ. Таранов çамрăк чух ыттисемпе танлаштарсан айванрах çынччĕ-ши — хăйсен анкартинче шăлан тенине виçĕ тĕмĕ таранах лартса чĕртрĕ: çырлинчен ытларах чечекне ытараймасăр. Халь те юратать вăл çав чечеке. Кирек мĕнле юрату та вара çĕр çинче мĕн те пулин ыррине, пахине, лайăххине çуратать. Тарановăн акă «Шăлан чечекĕ» повесть пур: унăн пĕрремĕш чун ыратăвĕ, пĕрремĕш хайлавĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл кĕр те кĕр кĕрлерĕ темелле:  вулакансене те, критиксене те нумай калаçтарчĕ. Ăнсăртран çав повесть çинчен сăмах пуçлансан Таранов кирек хăçан та Инессăна аса илет…

… Июнь пуçламăшĕ — шăлан чечеке ларнă илемлĕ вăхăт. Шăпах çавăн чух, экзаменсем умĕн, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçас тесе пĕр-икĕ кунлăх яла килчĕ. Тĕрĕссипе, ашшĕ-амăшĕнчен ытларах ăна Инесса илĕртрĕ. Иккĕш хушшинче тахăш тĕлте, тахăш самантра каллех хĕллехи пек асар-писер хĕрÿ лару-тăру сиксе тухассăн туйăнчĕ. Хальхинче Таранов ухмахланмĕ, хăйне хăюллăрах тыткалĕ: мĕн пулать те мĕн килет — кайран куç курĕ тейĕ. Анчах хĕрпе куçа-куçăн, улаххăн тĕл пулса калаçма ниепле те май килмерĕ. Таранов клуба пычĕ те — унта Петр Васильевич кĕнеке суйлать. Каçхине, хĕвел анса тĕттĕмленсен, укăлча хĕрринчи Укахви кинемисен тĕлне çитрĕ— каллех инкек: лаç çумĕнчи пĕрене купи çинче хĕрпе юнашар Петр Васильевич ларать. Вĕсене Таранов тараватлăн ырă каç, сунчĕ, лăпкăнах калаçăва хутшăнчĕ. Кай енче, таçта инçетре, çиçĕм çиçсен тин Таранов ура çине çĕкленчĕ:

— Çумăр килет пулмалла — уттарам-ха килелле.

— Çумăр пулас çук кĕçĕр, — хирĕçлерĕ Петр Васильевич. —Уяр çиçĕм кăна çиçрĕ таçта.

— Микихвĕрĕн уяр çиçĕмрен те сехри хăпать вĕт, — куларах каларĕ Инесса. — Вăл мулкач, пекех хăравçă каччă.

— Эп хăравçă-и? —тĕлĕннĕ пек пулчĕ Таранов. — Тасаран варалама хăтланатăр мана.

— Апла пулсан акă мĕн: халех вăрмана кайăр та мана валли пĕр çыхă шăлан чечекĕ татса килĕр, — хушрĕ Инесса. Таранов аптранипе тÿрех ним калама пĕлмерĕ те — хĕр кулса ячĕ: —Ай-уй, пуç тÿпинчен сĕрĕм мăкăрланать тем?

— Халь кулăр ара, кулăр, анчах кайран, тепĕр сехетрен, сире эп вăрмантан татса килнĕ шăлан чечекĕн çыххине тыттарсан эсир мĕн калăр-ши?

Таранов вăрт çаврăнчĕ те анаталла чупнă пек хăвăрт утрĕ. Ялтан тухрĕ кăна — инçетре çиçĕм çине-çинех çиçрĕ, аслати кĕмсĕртетрĕ, Таранов тусанланма ĕлкĕреймен урапа çулĕпе пĕр çухрăмри вăрман еннелле пурпĕр малаллах талпăнчĕ. Чечек тени кашни хĕр чĕринех çемçетет. Çĕрлехи вăрмантан татса килнĕ шăлан чечекĕ Инессăшăн тата хаклăрах пулмĕ-ши? «Таврăнатех иртни каялла, таврăнатех», —çунатланчĕ Таранов. Çĕрле шăлан чечекĕ татма ансатах мар: шĕвĕр йĕпсем аллине тĕллĕн-тĕллĕн юн кăларичченех чĕркелерĕç. Ыратни-мĕнне Таранов питех сисмерĕ — юнăхнă вырăнсене хĕр чуп туса çиллессĕн туйăнчĕ: романтик пулнă çав вăл çамрăк чух. Яла çĕкленÿллĕн таврăнчĕ, анчах лаç çумĕнчи пĕрене купи çинче никам та çук. Пÿрт чÿречи хуп-хура. Кил картине кĕреймĕн: унта йытă хаяррăн хăрлатать. Таранов чечек çыххине çĕре пăрахма тĕллерĕ, алăк хушшине хĕстерсе хăварчĕ — кĕрен-туханăнне тÿрех куçне курăнтăр. Апла пулин те хайхи чечек çыххи Инесса аллине лекеймен, ăна Якур мучин хуçăк мăйракаллă качаки çисе янă. Çавăн çинчен ирхине Укахви инке выльăх-чĕрлĕхне кĕтĕве яма тухнă ял-йыша радио дикторĕ пекех янăравлăн каласа кăтартрĕ:

— Паян вырăн çинчен тăтăм та чÿречерен пăхрăм. Ай тур, пирĕн хапха алăкĕнчен Якур хăта качаки çакăннă. Ара, ку мур мăйракипе алăк хăмине хăйпăтма пултарать-иç тетĕп. Чÿречене уçсах кăшкăратăп:  кач! кунтан, кач! Хăнк та тумасть, çаплах алăкпа сĕкĕшет. Эп вара урама чупса тухрăм. Ах, тур çырлах, пирĕн алăк хушшине тахăшĕ шăпăр пек çыхсах шăлан хĕстерсе хунă-мĕн, çавна тăпăлтарать иккен качака. Тем тесен те ырра мар ку, тем тесен те… Кам ун пек хăтланнă-ши, кам усал суннă-ши? Ара, шăлан çылăхлă йывăç. Христоса хĕрес çумне пăталанă чух унăн алли-урине йĕплĕ шăлан хуллипе яваласа çыхнă вĕт.

Ун чухне Таранов хăй те урама кĕтÿ яма тухнăччĕ. Вăл Укахви кинеми сăмахне вĕçне çитичченех итлесе пĕтереймерĕ— çĕр тĕпне анса каясла аванмарланнăскер, килне кĕрсе тарма васкарĕ. Хĕр валли татнă чечек çыххи качака çăварне çакланчĕ, мăшкăл вĕт ку, ăна лăпкăн тÿсме йывăр. Ялта кашниех пÿрнипе тĕллесе ахăлтатса кулас пек туйăннăран Таранов ирхи апат çинĕ хыççăнах Шупашкара тухса тарчĕ. Шăлан чечекĕпе пулса; иртнĕ мăшкăл ялтан инçетре тÿрех манăçа тухрĕ тетĕр-и, çук çав, ун çинчен Таранов институт пĕтерсе хаçатра ĕçлеме пуçласан та сахал мар шухăшларĕ, вара унăн пуçĕнче темле тĕлĕнмелле майпа «Шăлан чечекĕ» тĕвĕленчĕ. Çак повесть йĕрĕ çине ÿкме ăна Инессăпа Петр Васильевич пулăшрĕç темелле. Петр Васильевич иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ пулин те шкулта вĕреннĕ çулсенче те, кăштах каярахпа та Тарановран аяккарах пăрăнма тăрăшатчĕ, унпа пĕрле çÿресех каймастчĕ. Пĕррехинче хайхискер иккĕшĕ калаçнине такам итлесе тăрас пек шиклĕн йĕри-тавра пăхкаларĕ те шăппăн çапларах пăшăлтатрĕ:

— Сан Сантăр кукку тĕрмере вилнĕ вĕт, вăл халăх тăшманĕ пулнă теççĕ. Ун пек чухне асăрханмалла — ăнсăртран тем курса тăрăн?

— Тен, тасаран тĕрмене лекнĕ ман кукка? Тен, вăл халăх тăшманĕ пулман та, — Хĕрсе кайсах хирĕç тавăрчĕ Таранов. — Çав вăхăтра нумай-нумай çынна айăпсăр-мĕн- сĕрех персе вĕлернĕ, Çĕпĕре пуç янă, тĕрмене хупнă имĕш, çапларах калакансем те пур.

— Хăйсен тăванĕсене тÿрре кăларма хăтланса çавăн пек павраççĕ пуль хăш-пĕрисем? Тĕрмене лекнисен мĕнле те пулин аван мар шухăш пулнах ĕнтĕ. Çав шутрах—сан куккун та.

Ку калаçу Таранов чĕри варрине çĕçĕпе касса çырнă пекех вырнаçса юлчĕ, ахальтен мар каярахпа унăн «Шăлан чечекĕ» повесть калăпланчĕ. Çав повеçĕн тĕп геройĕ— «халăх тăшманĕ» ятне илтнĕ çын ывăлĕ. Унăн ашшĕ учительте ĕçленĕ. Шкулта ачасене вĕрентнипе пĕрлех ялти çынсем хушшинче хутпĕлменлĕхе пĕтерме çине тăрса тимленĕ. Пĕчĕк ачасене те, çитĕннĕ çынсене те ырра кăна вĕрентнĕ вăл, çапах та вăтăрмĕш çулсен вĕçĕнче тĕрмене çакланнă. Унăн ывăл ачипе хĕрачи çурма тăлăха тăрса юлнă. Çити-çитми пурнăçа пула хĕрачи йывăр чирлесе хĕне кайнă. Ывăл ачи чиперех çитĕнет:  вăл каччă ĕнтĕ.

Çамрăк чух пурне те кĕтмен çĕртен юрату антăхтаратъ. Хайхи каччă та (повесть геройĕ) хăйсен ялне ĕçлеме килнĕ хĕр библиотекаре юратса пăрахать, анчах лешĕ унпа йÿнейлех калаçмасть, унăн пурнăçĕ ыррăн йĕркеленесси пирки иккĕленет: «Аçу тĕрмере ларни сана ĕмĕр тăршшĕпех такăнтарĕ, ĕмĕр тăршшĕпех. Институт пĕтерсен те, нихçан та сана пысăк ĕç шанса памĕç», —тет вăл. Чăннипе Инесса сан кукку халăх тăшманĕ пулнă тесе Таранов умĕнче çăвар та уçман, çав телейсĕр çын çинчен иккĕшĕ вĕсем пачах калаçман темелле. Таранов хăйĕн повеçĕнчи хĕр библиотекарĕ пурнăçри хăш-пĕр пулăмсем пирки Петр Васильевич пекрех шухăшлаттарчĕ ĕнтĕ. Çав хĕр тепĕр чух Инессăна та аса илтерет: вăл çуллахи тĕттĕм каç мана чăнласах саватăн пулсан кĕçĕр маншăн пĕр ырă ĕç ту эппин тесе хăйне юратакан качча вăрмантан шăлан чечекĕ татса килме хушать. Лешĕ нумай шухăшласа тăмасть— вăрманалла уттарать. Çурма çулта аслатиллĕ çумăр айне пулать пулин те каялла çаврăнмасть — малалла чупать. Вăрмантан шăлан чечекĕ татса килсен ашшĕ тĕрмерен ырă ятлăн таврăнас пек, йăмăкĕ йывăр чиртен сывалас пек, хĕр библиотекарĕн кăмăлĕ йăшăлах çем- çелео пек туйăнать. Пурнăçри йывăр вăхăтсенче çыннăн кирек хăçан та ырри çĕнтерессе шанмалла пуль: аслатиллĕ çумăра пăхмасăрах вăрмантан шăлан чечекĕ татса килнĕ хыççăн каччă ĕмĕтленни майĕпен пĕтĕмпех çитет темелле: ашшĕ тĕрмерен таврăнать. Сталин пуç пулса пурăннă тапхăрта ăна сăлтавсăр-мĕнсĕр айăпланă-мĕн, йăмăкне Мускаври больницăна леçеççĕ, операци тунă хыççăн унăн сывалас шанчăкĕ пур, хĕр библиотекарĕн те кăмăлĕ тĕпренех улшăнать: «Сан аçу пирки эп йăнăшнă, каçар мана çавăншăн», —тет…

… Повеçе ку таранччен куç умĕнчех никам та тиркеменччĕ-ха, анчах пурăна киле ăнсăртран çавăн пекки те тупăнчĕ:

— Пĕтĕмпех юмах унта сирĕн, чăнни ним те çук. Вăрмантан шăлан чечекĕ татса килмелле те, пурнăç вара — пыл та çу! Чепуха на постном масле ку, урăх ним те мар.

— Ман япалана çав териех таранччен «символ» сăмах пĕлтерĕшĕ çинчен шухăшласчĕ сан.

— Мĕне кирлĕ мана «символ» сăмах пĕлтерĕшĕ? Унпа тутă пулаймастăн. Пурнăçра хăвна кирлине пуринчен малтан хаплаттарса илме пĕлмелле. «Хочешь жить, умей вертеться», —теççĕ вырăссем. Тĕрĕс калаççĕ вĕсем.

Ку сăмахсене пĕррехинче темлерен Маринэ каланăччĕ. Çав çамрăк хĕрарăмпа вăл виçĕ çул каялла киоск умĕнче паллашнăччĕ. Тарановăн тахçантанпах çирĕпленнĕ йăла пур: кирек хăш кун та кăнтăрла иртни пĕр сехет тĕлне киоск умне çитсе тăрать: почтăран хальтерех çеç кÿрсе килнĕ хаçат-журнал хушшинче хăйне кирлине шырать. Ун чухне, май варринчи ăмăртарах кун, Таранов киоск умне кăшт каярах юлса çитрĕ. Ак инкек: ăна кирлĕ «Неделя» журнала сутса пĕтернĕ иккен. Хуйха ÿкнĕ Таранов хаш! сывласа та ĕлкĕреймерĕ — ун умне хĕрлĕ плащ тăхăннă çамрăк хĕрарăм пырса тăчĕ:

— Сире «Неделя» кирлĕ пулас. Хамăнне пама пултаратăп, мана валли унта нимех те çук.

— Кахал йытта валли вилĕ мулкач тенĕ пек пулса тухрĕ-çке капла, питĕ аван. —Савăнса кайнă Таранов хайхи журнала хăпăл-хапăл хăйĕн аллине илчĕ: —Куншăн эп сире шоколад çитерме те хирĕç мар.

— Ай, ытла та хытă çын-çке эсир! —тĕм хура куçне шуххăн вылянтарса йăл-йăл кулкаларĕ çамрăк хĕрарăм. — Хальхи вăхăтра шоколадпа вун çиччĕрисене те илĕртеймĕн.

— Апла пулсан иксĕмĕр паян ресторанта тĕл пулăпăр. Килĕшетĕр-и?

— Ырă çын шухăшĕпе мĕншĕн килĕшес мар? Çиччĕ тĕлне кĕтĕр эппин мана унта.

Таранов, çамрăк хĕрарăм сăмахне ĕненсех каймарĕ пулин те, ултă сехет иртсен ресторан умĕнчĕччĕ ĕнтĕ. Кунта вăл хутран-ситрен сехечĕ çине пăхкаласа каллĕ-маллĕ шиклĕн уткаларĕ: халь-халь таçтан-муртан палланă çын сиксе тухассăн туйăнчĕ, вара кашни кĕтесрех Микихвĕр ресторан таврашĕнче çапкаланса çÿрет, вăл каллех ĕçме пуçланă пулас тесе пăшăлтатма тытăнмĕç-и, хăш-пĕрисем вăрттăн пăшăлтатнипех çырлахĕç-и тата — пуçлăхсем патне пĕр харăсах икĕ-виçĕ çăхав çитермĕç-и? Çăва патне кайтăр ку чиперкке тесе Таранов автобуссем пăрăнмалли вырăн еннелле утма хатĕрленнĕччĕ çеç — ăна палланă сасă карт! сиктерчĕ.

— Эсир чăнласах килнĕ-çке, эп вара урăхларах шухăшланăччĕ.

— Эп те урăхларах шухăшланăччĕ. Тавтапуç килнĕшĕн, анчах сирĕн ятăра пĕлместĕп-ха.

— Хут çинчи ятăм — Марина.

— Хитре ят, эп вара Марине тейĕп.

— Çук, апла мар. Марине тесен ытлашши чăвашла янăрать, мана Маринэ тесе чĕнни килĕшет, капла ман ят заграничнăй пекрех илтĕнет.

Ресторана та тÿрех кĕрейместĕн — черет.

— Шампанскипе сăрашăн ура тупанĕ ыратакан пуличчен черет тăрса ăшталанмалла, пурнăç-и вăл? —йĕрмĕшрĕ Маринэ. —Магазинсенче эрех ирĕккĕн сутнă чухнех çавăн пек хуйхă çукчĕ.

— Килте, холодильникре, тахçантанпах литр эрех йăлтăртатса ларать, халиччен вăл коньяк тутиех калакан пулчĕ пуль, —шÿтлĕнрех сăмах хушрĕ Таранов. — Кунта нушаланса тăриччен ман пата каяр мар-и?

— Музыка пулать-и? — ыйтрĕ Маринэ.

— Радиола пур. Пугачевăпа Боярский пластинкисем тупăнаççĕ паллах.

— Боярский те пур-и? —самантрах çунатланчĕ Маринэ. — Апла тăк кайрăмăр.

Таранов хваттерне çитсен вăл унта тахçантанпах пурăнакан хĕрарăм пекех хăюллăн хуçаланма пуçларĕ. Малтан çимелли хатĕрлерĕ: купăста яшки пĕçерчĕ, кил хуçин магазинтан туяннă котлет пуррине пĕлсен çĕр улми шаритлерĕ, мĕншĕн тесен котлетăн çĕр улмисĕр ним тути те çук имĕш. Ытларах Таранова ĕçлеттернĕ, паллах, çĕр улми шураттарчĕ, купăстапа сухан тураттарчĕ.

— Писательсем те çĕр улми шуратма, купăста турама пĕлеççĕ иккен, тĕлĕнмелле!

Маринэ хăй Таранова урăххипе тĕлĕнтерчĕ. Хайхи çамрăк хĕрарăм вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче пултаруллă гимнастка пулнă, час-часах ăмăртусене хутшăннă, пĕр çулхине республика чемпионĕ ятне те çĕнсе илнĕ-мĕн.

— Ун чух эп шăрпăк пекех çинçеччĕ, халь кăштах самăрлантăм. Гимнастикăпа аппаланмастăп, çавăнпа самăрлантăм, паллах. Çапах та ман кĕлетке нĕрсĕр мар вĕт? — Маринэ пÿлĕм варринче йăштах тÿрленсе тăчĕ, урине кăлт-калт выляткаларĕ, пĕр вырăнта вĕлтĕр çаврăнса илчĕ: —Ну, мĕнле?..

— «Нĕрсĕр» сăмаха пачах ан асăнăр, пачах, — çамрăк хĕрарăм çине ăшшăн пăхкаларĕ Таранов. — Сирĕн кĕлеткĕрте нимле кăлтăк та çук — кирек хăш енчен пăхсан та вăл илĕртÿллĕ, ĕлккен, илемлĕ. Хĕрарăм ÿт-пĕвĕн кăштах туллирех пулмалла — кăкăрĕ тата ытти-хытти кĕпине çăтăр-çăтăр карăнтарччăр. Çапах та гимнастикăна сирĕн пуçĕпех пăрахмалла мар…

— Çук-ха, ăна эп пуçĕпех пăрахман. Ăмăртусене кăна хутшăнмастăп. Килте ирĕн-каçăн гимнастикăпа заниматься тăватăп. Хăш-пĕр чух. Сальто та, шпагат та чиперех пулать ман. Мĕн, ĕненместĕр-и? Айтăр апла тăк зала.

Кунта, çемçе палас çинче, Маринэ пĕр хушă çил армань çуначĕсем пекех вăр та вăр çаврăнчĕ — çине-çинех сальто турĕ эппин. Шпагат тени те хитре пулчĕ унăн: икĕ еннелле чармакласа тăснă урисем палас çумне пĕр хушăксăр-мĕнсĕр çыпçăнчĕç. Çĕкленсен диван çине ластах ларчĕ, пысăк кăкăрне хумхантарса хăвăрт-хăвăрт шăлаканскер тарланă çамкине аллипе вăйсăррăн сăтăркаларĕ:

— Ывăнтăм. Вырăн çине лармалăх та вăй юлмарĕ тем? Ватăлатпăр çав, çирĕм пиллĕк урлă каçрăм. Çăвар ăшчикĕ те сăран пекех типрĕ. Илсе килĕр-ха пĕр курка сивĕ шыв.

— Мĕншĕн сивĕ шыв? Хăва хулли пекех хуçкаланнă хыççăн халь сирĕншĕн вăл сиенлĕ, эпир урăххине тупăпăр.

Кухньăри пĕчĕк сĕтел хушшине вырнаçса ларсан Таранов холодильникран çур литр эрех кĕленчи туртса кăларчĕ. «Икĕ-виçĕ черккерен мала ĕçес çук-ха ку пике», — шухăшланăччĕ вăл, анчах лешĕ эрех тенине тиркесех каймасть иккен, çÿçенерех ĕçет пулин те черккесене çăмăллăнах пушатать, йÿçĕ шĕвек çăвар ăш-чикне çунтарнине пăртак сивĕ шыв сыпса лăплантарать. Хаваслă та йăрăскер иккен хăй, ăна ниепле те пĕр вырăнта тăп лартаймăн — чĕр кĕмĕл пекех вылянать. Юрласа та, ташласа та кăтартрĕ. Юлашкинчен хайхискер юрлайми те, ташлайми те пулчĕ: «Ах, эп ÿсĕрĕлсе кайрăм-çке, ман çывăрмалла», — терĕ те тайкалана-тайкалана залалла сĕнкĕлтетрĕ, унти диван çине хутланса выртрĕ: «Астăвăр, мана чĕрне хурипе те ан тĕкĕннĕ пултăр! »—терĕ те выртнă-выртманах ыйха путрĕ. Çур çĕр иртрĕ — çамрăк хĕрарăм çаплах çывăрать. Пĕр тикĕссĕн мăш та мăш сывлаканскер канлĕн çывăрать — йăшăлт та хускалмасть, тĕлĕкре такама чуп тунă пек тутине кăна хутран-ситрен тутлăн чаплаттарса илет. Таранова хăйне те ыйхă аптратма пуçларĕ, вăл вара васкамасăр хывăнса çутă сÿнтерчĕ те шифоньер хыçĕнчи кравать çине кайса выртрĕ. Улах вырăн ку — унта нÿхрепри пек тĕттĕм темелле, чÿрече çути те аран-аран палăрать, Таранов куçне хупма та ĕлкĕрейменччĕ — пÿлĕмре Маринэ сасси илтĕнчĕ: «Ай-уй, эп пĕчченех çывăратăп тем — ăçта эс, Ник?» Унччен те пулмарĕ — кравать умне çамрăк хĕрарăм хăюллăн çитсе тăчĕ — çаппа-çарамасскер çиçĕм пек йăлтăртата-йăлтăртата утияла вăшт та вăшт айккинелле сирчĕ те арçынна çатăрах çупăрласа илчĕ:

— Ытла та тĕлĕнмелле çын эс. Улах хваттерте çамрăк хĕрарăма хытă диван çинче пĕччен çывăратма та вăтанмастăн. Пăр пек шăнса хытнă эп, Ник, пăр пек.

«Никифор Ильичран пĕр каçрах Ник пулса тăтăм-çке, хăш-пĕрисем пĕлсен мĕн калĕç? »—лайăхмарланчĕ Таранов. Анчах ку шухăш самантлăха кăна мĕлтлетсе илчĕ. Таранов ăсне-пуçне çамрăк хĕрарăм çепĕççĕн пăшăлтатни, хушшăн-хушшăн вăл именчĕклĕн кăлтăр-кăлтăр кулни, унăн хĕрÿлĕхĕ айăн-çийĕн арпаштарса ячĕ: кун пек чухне çĕр çинче эс ху тата санпа юнашар выртаканни кăна пур, урăх ним те, никам та çук. Нит тени те таçта çĕр тĕпĕнче.

— Лайăх-и сана манпа? —ыйтрĕ тахăш вăхăтра Маринэ.

— Лайăх, ытла та лайăх, —чăпăрт чуп туса илчĕ çамрăк хĕрарăма Таранов. — Çăтмахри пек ырă.

— Çаплах-и? —çыпçанкă пек çыпăçрĕ арçын çумне Маринэ. — Апла пулсан ил мана качча, Ник. Саншăн эп ытти енчен те лайăх арăм пулăп. Сана тахçантанпах юрататăп, тахçанах санпа паллашас килетчĕ. Киоск умĕнче иксĕмĕр ăнсăртран тĕл пултăмăр тетĕн-и? Çук çав. сана сăмах хушма мĕнле те пулин йÿтĕм пултăр тесе икĕ эрнене яхăн явкалантăм унта.

— Чăнах-и? —тĕлĕнчĕ Таранов.

— Чăнах çав, чăнах. Çавăншăн тав туса сан мана пĕр тăхтамасăр качча илмелле. Эс маншăн турă пулăн, эп саншăн — чура.

— Аплах ан кала-ха, мана чура тени нихçан та кирлĕ мар, — хирĕçлерĕ Таранов. — Пĕр пăтăрмах пур иксĕмĕр хушăра: эс манран чылай çамрăкрах, ун пек чухне ĕнсе хыçсах шухăшлама тивет.

— Пăх-халĕ, еплерех çаптарать ку! Ыталама, чуп тума çамрăк мар, качча илме вара çамрăк. Тĕрĕссипе каласан, эсир, арçынсем, пурте икĕ питлĕ…

VULASA

… Кун евĕрлĕ калаçу Тарановпа Маринэ хушшинче кайран та пĕрре кăна мар пулса иртрĕ. Арçын шухăшĕ улшăнманнине кура хăш-пĕр чухне мăрт! тăватчĕ çамрăк хĕрарăм: «Урăх сан патна ура та ярса пусмастăп, яланлăхах сыв пул! » Кун хыççăн ăнсăртран тенĕ пек пĕр-пĕр кун телефонпа шăнкăравлатчĕ: «Профессора качча тухатăп, саламла». Уйăхран-и е уйăх çурăран-и хăйхискер пĕччен арçыннăн тĕксĕм пÿлĕмне каллех йăваш куллипе йăлкăштаратчĕ: «Сансăр мана кичем, Ник». Виçĕ çула яхăн тăсăлчĕ çавнашкал пăтрашуллă лару-тăру. Таранова çав хушăра Маринэ кама та пулин качча тухассипе сахал мар хăратма пăхрĕ. Унăн пулас упăшкисем хушшинче профессор кăна мар, министр та, инженер та, универмаг директорĕ те пурччĕ. Çавсене Маринэ шухăшласа кăларнипех çырлахман-тăр, ун пеккисене вăл, çивĕч те хăюллăскер, чăннипех шыраса тупма пултарнă пуль, анчах вĕсенчен нихăшĕ те ăна качча илмех васкаман ĕнтĕ: хайхи чипер хĕрарăм çăмăл шухăш-туйăмлă пулнине, эрех-сăра таврашне кăмăлланине шута илнĕ, паллах. Çине тăрса шыракан хăйне мĕн кирлине кирек мĕнле пулсан та шыраса тупатех теççĕ. Çавăн пекрех пулса тухрĕши Маринэн? Çур çул каялла, пуш уйăхĕн вĕçĕнче, хайхискер, виçĕ-тăватă эрне ытла таçта çăва шăтăкĕнче хы- парсăр-мĕнсĕр пурăннă хыççăн пĕр кунхине нихçанхинчен хаваслăнрах шăнкăравларĕ:

— Саламла, Ник, качча тухрăм. Упăшкам фабрика директорех мар та, çапах сумлă çын: художник! Художниксем вара писательсенчен укçа нумайрах ĕçлесе илеççĕ, вĕсен калымлă ĕç нумай, сăрлама çеç ан ÿркен. Яланлăхах сыв пул эппин. Халь эп кăнтăр енчи пĕр хула çынни, Шупашкарти хамăн хваттере кунтипе улăштартăм. Мана тиркерĕн пулин те, пĕр-пĕр уяв ячĕпе сана апельсин е лимон ярса парăп.

Маринэ сăмахне Таранов ĕненмеллипех ĕненмерĕ, çавăнпа та вăл тепĕр эрнерен унăн хваттерне кайрĕ, анчах унта шăнкăрав тÿми çине пуссан алăка пачах палламан çын уçрĕ. Тĕрĕссинех каланă иккен телефонпа калаçнă чух Маринэ:  хваттерне улăштарса хăйĕн упăшкипе вăл

чăннипех кăнтăр енчи пĕр хулана куçса кайнă. Пăшăр- ханмаллииех пăшăрханчĕ çавăн хыççăн Таранов. Пĕр ылмашăнса, пĕр сыпăнса икĕ тĕрлĕ пăшăрхану тăрмаларĕ унăн чĕрине. Тапхăр-тапхăр вăл хăйне пĕр çын пек мар, икĕ çын пек туйрĕ. Унăн пĕр çынни Маринэне аса илсен

тÿрех вĕриленсе каятчĕ: «Ах, мĕнле лайăхчĕ мана унпа вырăн çинче! Ах, мĕнлерех чуп тăватчĕ вăл, мĕнлерех ав- каланатчĕ! Ун пеккине тÿрех тупаймăн. Кăлăхах сиввĕнрех калаçрăм унпа хăш-пĕр чух». Тепĕр çынни вара куç умне хайхи çамрăк хĕрарăм тухса тăрсан çамкине хурлăхлăн картлантарса çине-çинех ассăн сывлатчĕ: «Ах, ытлашши çăмăлттай-çке эс, ытлашши вĕçкĕн! Паян пĕринпе эс, ыран тепринпе. Художникĕ те тĕрĕс-тĕкел пурăнса пĕтерейместĕп пуль çав, мĕскĕнĕм. Эс йăнăш çулпа чупатăн. Ху вара çавна туймастăн, ку вара чи хăрушши! »

Вăхăт — сиплĕрен те сиплĕ эмел. Вăл кирек мĕнле сурана та ÿт илтерет. Тарановăн пăшăрхану туйăмĕ те майĕпен мăкалчĕ. Маринэ те хăйне Шупашкартан тухса кайнă-кайманах манчĕ пулмалла — апельсинпа лимон мар, пĕчĕкçĕ хут татки те ямарĕ. Тепĕр тесен Таранов хăй те таçта инçетре пурăнакан Марина çырăвĕшĕн юлашки вăхăтра питех хыпса çунмасть, мĕншĕн тесен çав çамрăк хĕрарăм арпашуллă пурнăçĕ çинчен çĕннине нимех те çы- раяс çук. Унăн пурнăçĕн кукри-макрине вара Таранов ахаль те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлет темелле: Маринэ, уçă кăмăллăскер, калаçма ÿркенменскер, виçĕ çул хушшинче хăй çинчен нумай-нумай каласа кăтартнă, таçта кăштах тем пытаратчĕ, тем хитрелететчĕ пулĕ те, анчах, тĕпрен илсен, чылай чухне тĕрĕссинех каланă, кун пирки Таранов иккĕленмест. Маринэ, ĕлĕкхиллерех каласан, «вĕлтрен çинче тупăннă ача» иккен. Унăн амăшĕ, упăшки сарăмсăр вил- нĕрен икĕ ачипе тăлăха юлнă çамрăк хĕрарăм, урăх качча тухман, анчах арçынсăрах типсе хăрман паллах: часах колхоз председателĕн пуçне çавăрса янă, унпа арлă-арăмлă пурăнма пуçланă. Лешĕн, председателĕн, хăйĕн çемйи пулнă, анчах хăш-пĕр арçын тенине çамрăк хĕрарăм ытамне çаклансан арăмĕ те, ачи-пăчи те кирлĕ мар. Хăйĕи çемйине пăрахман-ха — хайхи çамрăк хĕрарăм уншăн еркĕн кăна пулнă. Çав пăтăрмах çинчен ялти çынсем кăна мар, районти пуçлăхсем те пĕлнĕ, анчах председатель хăнк та сикмен, ăна нихăш енчен те нимле пĕçерккĕ те лекмен. Ара, вăл республикипе паллă çын пулнă-çке, кол- хозне чăннипех ăста ертсе пыма пултарнă, ун пек чухне темле ятсăр инке пиркиех пысăк шăв-шав çĕклемеççĕ, кулкаласа пÿрнепе кăна юнакаласа илеççĕ. Пĕр çулхине вара çĕр çине Маринэ çуралать. Ялти шкулта пилĕк çул вĕренсен ăна район хулинчи интерната вырнаçтараççĕ. Аллине аттестат илсен Шупашкара куçса килет, бухгалтерсен курсĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр пĕчĕк фабрикра ĕç тупать. Кунта вăл çамрăках мар директорпа çы-

вăхран çывах паллашать. Ана амăшĕ тахçан çакăн пекрех пил сăмахĕ каланă имĕш: «Эс, хĕрĕм, çара çерçи пек каччăсемпе мар, тĕкленнĕ арçынсемпе паллашма тăрăш, вара усăллăрах пулĕ, çĕр çинче нихçан та выçса вилмĕн». Амăшĕн пилне асра тытни Маринэшĕн пĕр енчен пăхсан, чăн та, ырă пулнă темелле: хĕр пуççăнах пĕр пÿлĕмлĕ хваттер илме пултарнă. Фабрикăна ĕçе вăл ячĕшĕн кăна çÿрекеленĕ. «Унта эп укçа илмелли ведомость çине алă пуснă чух çеç пăртак тарланă», —çапларах та каланăччĕ Марина. Хайхи Директора вăл кирек хăçан та ырăпа асăнатчĕ: «Телей чăпти пулчĕ маншăн çав арçын, чăн-чăн телей чăпти… Мĕн чухлĕ парне, укçа пачĕ вăл мана! Мĕн чухлĕ эрех ĕçнĕ эпир унпа иксĕмĕр! Унăн çăмăл машини çинче мĕн чухлĕ катаччи чупнă эп! Кавказа та, Крыма та канма кайнă тата! Шел, пенсие тухнă хыççăн вăл пĕр çул хушши те канлĕн пурăнаймарĕ — кĕтмен çĕртен вилчĕ кайрĕ, шеремет. Ах, йывăр тăпри çăмăл пултăрччĕ эппин». Çавăн чух Таранов чĕрине кÿлешÿ туйăмĕ хыпкăч пекех хыттăн хĕстерсе илчĕ пулмалла, ахальтен мар ĕнтĕ чĕлхине ирĕкерех ячĕ: «Хăвăн чаплă директорпа каçса кайсах мухтатăн та, анчах ăна пула эс ĕмĕр сипленми инкек тÿснĕ мар-и? Эсĕ: «Ача пăрахнине пула ман тем пăсăлчĕ пулас та, качча кайсан хĕсĕр хĕрарăм ятне илтетĕп ĕнтĕ», —тесе кулянса каланă пек астăватăп». Маринэ хĕрелсе кайрĕ, анчах аптрасах ÿкмерĕ: «Врачсене тĕрĕслеттерсе пăхнă эп темиçе хутчен те — пулатех ача ман хăçан та пулни. Илтетĕн-и, пулатех! Санпа çурататăп та алимент- па тăнна илетĕп ак», —терĕ. Таранов пăлханнипе тарласа кайнине кура Маринэ ахăлтатса кулса ячĕ, ăна лăплантарма пикенчĕ: «Ан хăра, ан хăра, алимент тенине питех хапсăнмастăп. Ансăртран çие юлас пулсан çине-çине чуп тусах тав тунă пулăттăм сана. Ача çуратас килет ман, тунмастăп». Ку сăмаха чăнласах каларĕ пуль Маринэ, çапла шухăшлама сăлтавĕ пур Тарановăн. Ытти хĕрарăмсем вырăн çинче ун пек-кун пекки пулса иртнĕ хыççăн тÿрех ванна пÿлĕмне чупаççĕ, Маринэ вара нихçан та унта кайма васкамасть: урисене хĕстерсе чылайччен пĕр хускалмасăр канлĕн саркаланса выртать, «вăрлăха» тăккаласа сая ярас марччĕ, çитес çĕре вăл йĕркеллех çитсе вырнаçтăрччĕ тенĕ пек ĕнтĕ. Анчах çапла хăтланни те ăна ку таранччен усă кÿмерĕ-ха. Ĕмĕтленни пурнăçланĕ-и унăн ÿлĕмрен, каллех икĕ телейлĕ. Çавнашкал инкекшĕн çамрăк хĕрарăм хăй кăна мар, хайхи директор та айăплă вĕт. Нитсĕр этем пулнă вăл, çавăнпа çап-çамрăк хĕр пуçне арпаштарнă та вăтанман. Нитсĕр çынсем хулара çеç мар,

ялта та пур: сăмахран, Ярабаев. Колхоз председателĕнче ĕçленĕ çулсенче нит тенине вăл тĕлĕкре те тĕлленмен, паллах…

… Хăй пĕлекен çынсем çинчен шухăшласа вăрманти улах сукмакпа васкамасăр утакан Таранов кĕрен те сĕтеклĕ çырлаллă палан тĕмĕ тĕлĕнче тăп! чарăнса тăчĕ: «Чим-ха, пĕр чипер япалах ăсталама пулать-çке — тема тенине таçта шыраса çÿремелле мар! » Таранов хăй ăçта кайма тухнине те, ăçта чарăнса тăнине те манса кайрĕ темелле — ăна çĕнĕ шухăш çатăрах çавăрса тытрĕ, тÿпенелле вĕçтерсе хăпартас пекех хавхалантарса ячĕ. Повесть мар, романах çырĕ Таранов. Çав япалан тĕп геройĕсем фабрика директорĕпе колхоз председателĕ пулĕç. Хайхискерсем, пĕр варти тăвансем: асли хулара çĕр çĕмĕрттерет, кĕçĕнни — ялта. Иккĕшĕ те пăсăк шухăш- туйăмлă: туман ĕçе тунă пек кăтартнипе, хушса çырнипе чапа тухаççĕ. Вĕсем тавра йăпăлтисем явăнаççĕ, иккĕшĕн те еркĕнсем пур. Шухăш йĕрки сÿтĕлсе çăмхалансан, тĕрлĕ çынна пĕр-пĕринпе çапăнтарсан чипер сюжетах тĕвĕленчĕ. «Çивĕч япала, халăха шавлаттаракан япала пулать ку ман», —хăпартланчĕ Таранов. Сасартăк вăл сăнран тĕксĕмленчĕ, шиклĕн çÿçенсе илчĕ:  «Çырасса çырăп-ха

çав япалана, анчах ăçта та пулин пичетлесе кăларайăп-и? Алçырăвăм Саркай аллине лексен тÿрех тĕнче илтмелле шăв-шав çĕклет вĕт, мур илесшĕ: «Каллех пирĕн пурнăçа элеклеме хăтланать хисеплĕ Таранов юлташ, каллех. Унăн директорĕ ытла та хура, унăн председателĕ ытла та тĕксĕм. Çавнашкал пуçлăхсене хура куçлăх тăхăннă писатель кăна шухăшласа кăларма пултарать. Чăннипе вара совет çĕр-шывĕнче Таранов сăнарласа кăтартнă пек тăрлавсăр председательсем çук, ун пеккисене пирĕн хушăра кăнтăрла хунарпа шыраса та тупаймастăн».

Çапла, Саркайăн ручки хĕç пекех çивĕч, унпа вăл кирек кама та çурмаранах касса пăрахма пултарать. Тахçантанпах çавăн пек вăл, шухăшне питех улăштармасть. Пилĕк-ултă çул каялла хайхискер пĕр журнал редакторĕнче ĕçлетчĕ. Çавăн чухне редакци сотрудникĕсем Тарановăн пĕр калавне пичете хатĕрлесе çитернĕччĕ, редактор сĕтелĕ çине пырса хунăччĕ, анчах лешĕ — Саркай эппин— калава тĕпĕ-йĕрĕпех çапса хуçрĕ: «Совхоз директорĕ обком номенклатурине кĕрекен çын, пирĕн пек çара çерçи мар, эс вара ăна тăрлавсăр çын пек сăрласа кăтартнă, хăйне улпут пек тыткалать, никампа та йĕркеллĕн калаçмасть. Ватă çынна та хăйĕн кабинетне кĕртмест вĕт. Виçерен иртсех элеклес марччĕ хисеплĕ ĕçченсене. Ку калава

эп ниепле те пичете яма пултараймастăп». Никамăн та парăнас килмест — Таранов хăйĕн калавне хÿтĕлеме хăтланчĕ. анчах Саркай унăн сăмахне нумаях итлесе чăрманмарĕ: «Ман сăмах витĕмлĕ мар пулсан сирĕн сиенлĕ çĕрĕк шухăшăр çинчен правлени ларăвĕнче сÿтсе явăпăр, унта «çÿлтисем» те пулĕç. «Çÿлтисем» тесе Саркай камсем пирки шахвăртса каланине витĕрех ăнланса илнĕ Таранов редактор пÿлĕмĕнчен мăйĕнчен сăнчăрпа пăвнă пек тытăнчăклăн сывла-сывла, çатăрах ыратма пуçланă чĕрине аллипе хыпашла-хыпашла тухрĕ. «Çÿлтисем» вĕсем сÿтсе явма кăна мар, мĕнле те пулин постановленисем йышăнма та ăста. Хытă ĕçет тесе хăй вăхăтĕнче пĕр хушă Таранова пичетлеме те чарса тăнă. Кун пек чухне редактор çăварĕнчен «çÿлтисем» тенĕ сăмах сиксе тухрĕ пулсан ăçтан лăпкăн пулăн? Килне çитсен те лара-тăра пĕлмерĕ Таранов, пуçĕнче çĕр те пин шухăш хĕвĕшрĕ. Чĕри кăкăр кăшкарĕнчен сиксе тухасла кăлтлатса тапма пуçласан Таранов диван çине тăсăлса выртрĕ кăна — элек- трошăнкăрав чăнкăртатрĕ. Аран-аран ура çине тăрса Таранов алăка уçма ĕлкĕрчĕ кăна — урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ, кÿршĕри арçын сасси уншăн тĕлĕкри пек кăна илтĕнчĕ: иккĕмĕш инфаркт. Кун хыççăн Таранов больницăра тăватă уйăх ытла выртрĕ. Хăвăртрах сипленетчĕ пулĕ те, анчах вăл тĕрме пек туйăнакан тĕксĕм палатăра хăрушă чирпе кĕрешнĕ вăхăтра, ку элекçĕ леш тĕнчене вăрт-варт- рах ăсантăр, ÿлĕмрен таса чăваш литературине сĕмсĕррĕн вăрлакан ан пултăр тенĕ пек, пĕр кунхине область хаçатĕнче самаях пысăк статья çапăнса тухрĕ. Статья ячĕ— «Хура куçлăх тăхăннисем», авторĕ — Саркай. Унта вăл икĕ-виçĕ хушамата çемçен-çемçен чĕпĕткелесе кăна илнĕ, Таранова вара айăн-çийĕнех тустарнă. Çакăн хыççăн-и е унтан малтантарах-н — хăçан пуçланнине Таранов хăй те лайăххăн, уçăмлăн пĕлмест — мĕн те пулин çырасси çинчен шухăшланă чух е мĕн те пулин çырма ларсан кирек хăçан та ăнланмалла мар пăтăрмах сиксе тухать: унăн куçĕ умĕнче ылтăн кăшăллă куçлăх тăхăннă Саркай мĕ- кĕлтетме тытăнать, чĕрине шиклĕ туйăм йĕпле-йĕпле илет, вара шухăш йĕрки, сисĕнмесĕрех урăх еннелле пăрăнать. Кĕскен каласан, Саркай Тарановшăн — хăйне евĕрлĕ тăлă: ара, «Хăрнă улмуççисем» повеçе те вăлах, тăлларĕ пулмалла— ун чухне хăйхискер издательствăра ĕçлетчĕ…

7

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Укăлчаран кĕрсенех хÿхĕм кил-çурт куçа шартать. Пилĕк чÿречеллĕ кермен пек пысăк пÿртне те, тăрăхла сарайне те, ампарне те, мунчине те, лаçне те —пурне те шурă кирпĕчрен купаланă. Эрешлĕ хапха юписем те кирпĕчрен. Çурт-йĕре витнĕ тимĕре хĕрлĕ сăрпа сăрланă, чÿрече хашакĕсене — кăвакпа. Пÿрт умĕнчи пĕчĕк пахчара чиепе сирень тĕмĕсем. Вĕсен çулçисем кĕр сулхăнне парăнман-ха: сип-симĕс. Иккĕмĕш сыпăкри тăванĕн кил-çурчĕ юмахри кермен пек, тĕлĕнтермĕш чечек çыххи пек илемлĕ туйăнчĕ Таранова. «Ахальтен район хулинчен яланлăхах тăван ялне куçса килмерĕ хăй вăхăтĕнче Петр Васильевич — ашшĕ çавăрнă капмар кил-çурта ĕмĕрлĕхех çухатас килмен унăн», —шухăшларĕ вăл. Кирек мĕнле илем те чун-чĕрене хавхалантарать, кăмăла çĕклентерет. Хапха алăкне Таранов çăмăллăн, хаваслăн уçрĕ. Ак тамаша, хăрах урине кил картинелле ярса пусрĕ кăна — таçтан ампар хыçĕнчен кашкăр пек пысăк хура йытă сиксе тухрĕ, хаяррăн хамлата-хамлата вĕрекенскер, сăнчăрне чăнкăртаттарса ют çын патнелле ыткăнчĕ. Таранов хапха алăкне аран-аран хупма ĕлкĕрчĕ, йытă плащ аркине чăр-чар туртса çуратчĕ пулĕ — сăнчăрĕ ытла та вăрăм иккен. Вăл пуçне хапха айĕнчи хушăкран урамалла кăларса антăха-антăха хăрлатрĕ. Кил хуçи яла килме йыхăрса телеграмма çаптарать, кунта вара йытă кăна хаяррăн хамлатса кĕтсе илет, кун пек чухне, чăн та, аптрамаллипех аптрамалла. «Ĕçре пулĕ-ха кусем», —лăплантарчĕ хăйне Таранов. Унччен те пулмарĕ — ун умне кÿршĕри Хĕвекле кинеми пырса тăчĕ. Çийĕнче — кивĕрех фуфайка, уринче — тарăн калуш. Ĕлĕкхине танлаштарсан чылаях ватăлнă иккен ку карчăк, ыйту палли пекех кукăрăлнă. Аллинче шĕшкĕ туя хăйĕн.

— Э-э, йытă ахальтен сиксех вĕрмен-иç, ют çын пур иккен, — куçне хĕсерех Таранов çине тинкерчĕ Хĕвекле кинеми. — Чим-ха, эс Çемен Иллин ачи, Шупашкарта пурăнаканни, мар-и çав?

— Çавă пулатăп-ха, çавă. Тăвансене килсе курас килчĕ. Хăйсем те темшĕн телеграмма çаптарнă тата. Анчах никам та кĕтсе илекенни çук-ха. Ĕçре пуль ĕнтĕ.

— Ĕçре мар, Шупашкарта вĕсем, — сасартăк сиввĕнрех каласа хучĕ Хĕвекле кинеми. — Петĕр Ваççилч паян ирхине кайрĕ. Виçĕ-тăватă кунсăр таврăнаймастăп пуль терĕ. Мана кил пăхма хушса хăварчĕ. Арăмĕ пулни уйăх майлах Шупашкарта-ха унăн. Ну, çавăн çинчен эс ху та лайăх пĕлетĕн, эп каламасăрах.

Карчăк тем тиркешсе калаçнине туйса Таранов хыпăнсах ÿкрĕ:

— Кинеми, эс ăнланмалларах калаç-ха. Эп кунти лару-тăру çинчен ним те пĕлместĕп вĕт, ялта пилĕк çула яхăн пулман. Кăçал хĕлле Шупашкара пырсан Петр Васильевич ман пата кĕрсе тухнăччĕ ĕнтĕ, анчах ун пек-кун пек пăтăрмах пирки нимех те шарламарĕ.

— Ун чухне йĕркеллехчĕ те унăн пурнăçĕ, шарламан ĕнтĕ ним те. Инкекĕ кайран умлăн-хыçлăнах сике-сике тухрĕ ман ырă пускилĕн. Хĕрĕ намăс кăтартни çитмерĕ ăна — кĕçех арăмĕ те ухмах курăкĕ çирĕ. Çапла, чипер çынсем те йĕркерен тухаççĕ ку пăтранчăк вăхăтра. — Хĕвекле кинеми хаш! сывласа илчĕ, пуçне кăмăлсăррăн пăркаларĕ: — Турра мантăмăр, нит тенине çухатрăмăр, çавăнпа намăсĕ-симĕсĕ çук пирĕн нихăшĕн те. Пурте эпир халь арçури, шуйттан, киремет пулса тăтăмăр.

Карчăк шанман пек Таранов çине сиввĕн пăха-пăха илчĕ, унăн кашни хусканăвĕнчех хăйĕнчен темшĕн йĕрĕнни сисĕнчĕ те, хуларан килнĕ арçын вĕриленсе кайрĕ, кăткă тĕмĕ çине çарамас кĕрсе выртнă пек, канăçсăррăн, асаплăн йăшăлтаткаларĕ:

— Кинеми, чуна кăларса ан ил-ха, тархасшăн, —айăплăн кулкаларĕ вăл. — Эс мана темшĕн айăплатăн пулас, анчах мĕншĕн? Кала-ха тÿррипе. Эп халь хам та ухмаха тухса кайма пултаратăп капла. Тасаран никамăн та патак çиес килмест.

Ватăлсан та кăкарман иккен Хĕвекле кинеми чĕлхине, çамрăк чухнехи пекех çивĕч:

— Ха, тасаран тет тата. Çывăх тăванĕн арăмне илĕртсе Шупашкара илсе каять, çаплипех «тасаран» тет. Тур çырлах! Аçу-аннÿ тăпринчен те пулин вăтанасчĕ хуть.

Пÿрт умĕнчи пĕчĕк пахчан решетке карти çумĕнче кăвакпа сăрланă типтерлĕ сак пур. çавăн çине лак! ларчĕ Таранов, хăй чĕрне хури чухлĕ те айăплă маррине туяканскер, тĕлĕннипе кулса ячĕ:

— Ку суя халапа камран илтрĕн вара, кинеми? Вăрмантан хутран-ситрен яла вĕçсе килекен чакакран мар пуль?

Карчăк кăмăлĕ пачах çемçелмерĕ:

— Кулмалла мар кун пек чух, вăтаннипе çĕр тĕпне анса каймалла. Эп ку таранччен те суйса, элеклесе курман, ята яман — халь те суймастăп. Элекпе, суяпа тусли тамăкра хĕн курать, çавна пĕлетĕп. Эс мĕн хăтланни çинчен Петр Ваççилч мана хăй каланă. Сирĕн пеккисене çакă кирлĕ! —Хĕвекле кинеми аллинчи шĕшкĕ туйипе çиллессĕн юнарĕ те хура тарăн калушне лăкăштаттарса кÿршĕри кил еннелле сĕнкĕлтетрĕ. —Ман санпа сăмах яшки пĕçерсе тăма вăхăт хĕсĕк. Сыснасем валли çĕр улми пĕçеретĕп-ха лаçра. Ывăлăм килте çук. Колхоз ĕçĕпе çĕр выртмаллах таçта кайрĕ паян.

Пахча çумĕнчи сак çинче Таранов пĕчченех ларса юлчĕ. Унăн пуçĕнче çĕр те пин шухăш аслатиллĕ çумăр пĕлĕчĕ пекех пăтрана-пăтрана явăнать. Инесса Петр Васильевичран чăннипех уйрăлнă-тăр, ахальтен мар темиçе хутчен те телефонпа шăнкăравларĕ. Тĕллевĕ, кăмăл-туйăмĕ мĕнлерех-ши çав хĕрарăмăн? Чим-ха, чим, хайхискер упăшкипе урлă-пирлĕ калаçнă чух ăнсăртран: «Микихвĕр мана халь те юратать, çавăн пиркиех ĕнтĕ арăмĕ пăрахса кайнă хыççăн тепĕр хут авланмарĕ — çак тарана çитсе те пĕр-пĕччен пурăнать, урăххине шырамасть, вăл манпа пĕрлешме нихçан та хирĕç пулас çук, эп çавна витĕрех туятăп», —тесе павраман-ши? Унăн çăмăлттайрах сăмахне Петр Васильевич ĕненнĕ ĕнтĕ, ĕненме сăлтав пур темелле. Вăл вара, аптраса ÿкнĕскер, хăйĕн хуйхи-суйхи пирки кÿршĕри Хĕвекле кинемипе канашласа пăхма васканă-тăр, акă ăçта пулма пултарать паян илтнĕ суя халапăн тупсăмĕ! Кун пек чухне Петр Васильевич хулана телеграмма çаптарнинчен тĕлĕнме кирлех те мар. Анчах вăл мĕншĕн паянах Шупашкара тухса вĕçтернĕ-ха, кĕтмен хуйха-суйха пула анра сурăхла пурăнаканскер, телеграмма çинчен те маннă-ши? Мĕн тумалла-ха Тарановăн халь — никампа тĕл пулмасăр — калаçмасăрах каялла хулана тухса шăвăнмалла-ши? Çук, çавăн пек хăтланни илемсĕр, усăсăр — иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ хуларан таврăнасса кунтах кĕтмелле-тĕр. Апла тăк вăхăтлăх хваттер кирлĕ, анчах тăван тени Тарановăн Петр Васильевичсăр пуçне ялта урăх никам та çук, ыттисем пурте ют çынсем, виççĕмĕш е тăваттăмĕш сыпăкрисене те тупаймăн. Таран таврашĕ темисем ытлашши çивĕчскерсем, ăслăскерсем пулчĕç-ши — ялта ĕмĕрлĕхе йăва çавăрасшăн хыпса çунмарĕç, ашшĕ-амăшĕ килĕ çине алă сулса пурте пекех çĕршыв тăрăх тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Хăш-пĕрисем вырăсланма та ĕлкĕрчĕç — чăвашла пĕр именмесĕр манчĕç. Таранов хăй те вĕсенчен кая юлмарĕ темелле: хăй çуралса ÿснĕ тăван кил-çуртне амăшĕ вилнĕ хыççăн çулталăкранах сутса ячĕ. Çавăн пек тума ăна янтă укçа-тенкĕ хапсăнни мар-ха, пачах урăххи хистерĕ. Ара, кил-çурт пулсан яла кашни эрнерех çитме тăрăшатăн, унта вара — Инесса. Вăл çав çулсенче куç тулли чиперччĕ, кирек хăш енчен пăхсан та каçăхса каймаллах ăмсанмалласкерччĕ. Илемлĕ хĕрарăм час-часах куç тĕлне лексен кирек кам пуçне те арпаштарса яма пултарать. Пĕрре вĕрилентерсе, тепре шăнтса пăрахакан шиклĕ туйăм ир те, каç та канăç памарĕ Таранова: «Инессăпа иксĕмĕр хушăра ĕмĕрхи «çылăх» сиксе тухĕ те, Петр Васильевича макăртăп, ыттисем умĕнче куçран ÿкĕп. Хăш-пĕрисем тата — ялтисем те, хуларисем те — ăçта кирлĕ унта çăхав çырма тытăнĕç, вара— пĕтрĕ пуç! » Çак шиклĕ туйăмран хăтăлаймасăр Таранов çулталăка яхăн асапланчĕ те юлашкинчен ашшĕ- амăшĕн кил-çуртне сутма йышăнчĕ: кĕçех унта кÿршĕ ялти Варламовсем пурăнма тытăнчĕç. Халь вĕсем патĕнче кил-çуртăн ĕлĕкхи хуçи валли пушă вырăн тени сăмахсăр-мĕнсĕрех тупăнать ĕнтĕ, çав вырăн Тарановшăн шăртлăран шăртлă, йĕплĕрен йĕплĕ пулмĕ. Чĕри унăн чăр! ыратса кайрĕ, çăвартан сиксе тухăçлах тапăлтатма тытăнчĕ те, вăл хыпалансах валидол хыпрĕ: «Хăш-пĕрисем сана сăлтавсăр мар тиркеççĕ, чăнах та, тăр ухмах эс, Никифор Ильич, чăнах та тăр ухмах, — вăрçрĕ хăйне хăй Таранов. — Сутас çукчĕ аçу-аннÿ килне, сутас çукчĕ. Çуллахи уйăхсенче çырса ларма мĕнле лайăхчĕ унта! Инесса пурпĕрех упăшкинчен уйрăлнă авă. Петр Васильевич хăшпĕр енчен айвантарах çын çав». Кил картинчи йытă хуларан килнĕ çын хăйĕн хуçи çинчен аван мартарах шухăшланине туйса илчĕ-ши — пĕр хушă шăп выртнăскер каллех хаяррăн хамлатма тытăнчĕ. Кăртах сикнĕ Таранов пуçне хапха еннелле чалăштарчĕ, йытта ÿпкелерĕ:

— Çын тусĕ теççĕ сирĕн пеккисене, çавна ăнланма тăрăш та шăплан-ха, ырă янаварăм. Ахаль те пуçăм ман хура вăрман пекех каш та каш кашлать.

Писателĕн ăслă сăмахне хăлхана чикрĕ тетĕр-и йытă? Асту! Ют çын сассине илтсе тата ытларах хаярланса кайрĕ. Сăнчăра татса урама сиксе тухас пекех тулашать. Хăрлата-хăрлата вĕрекенскер:  «Питĕрĕнчĕк кил умĕнче кăлăхах сĕнксе тăратăн, сана пурпĕрех кĕртместĕп. Тасал кунтан, уттар хăвăн çулупа! »—тет ĕнтĕ вăл хăйĕн чĕлхипе. Кунтан каймаллине Таранов хăй те лайăхах пĕлет-ха, анчах ăçталла? Сулагаевсем патнех каймалла-тăр, урăхла май çук. «Катăк пуртă та кирлĕ пулать иккен тепĕр чух — ытла та пысăк тĕлĕнтермĕш эс, пурнăç», —пăшăрханса илчĕ Таранов. Лешĕ, Сулагаев тени, тахçантанпах ватлăх укçи илет-ха, çитмĕлелле çывхарать. Виçĕ-тăват çул каялла унăн арăмĕ вилнĕ, çапах та килĕнче вăл пĕччен пурăнас çук: кĕçĕн ывăлĕ Пурхиле, ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнăскер, таçта инçете кайман — тăван колхозрах ĕçлет тенине илтнĕччĕ Таранов. Çапла, Сулагаевăн юлашки çулсенчи пурнăçĕ çинчен вăл нимех те пĕлмест. Пĕри тепринчен чылай аслăрах пулин те хăй вăхăтĕнче вара вĕсем çывăх юлташсемех пулнă, пĕр-пĕринпе час-часах курса калаçма тăрăшнă. Тăван ялне килсе Таранов чи малтан Сулагаевпа тĕл пулма васканă, лешĕ вара Шупашкара пырсан Таранов патне кĕрсе тухмасăр нихçан та яла таврăнман. Сахал мар эрех ĕçнĕ иккĕшĕ, тăраниччен шахматла вылянă, çĕр çывăрмасăр калаçнă. Сăмах хутаçĕ кирек хăçан та хулăнччĕ Сулагаевăн — нихçан та пушанма пĕлместчĕ, унпа темле ыйтăва та кăмăл туличченех сÿтсе явма пулатчĕ: тавракурăмĕ анлă, пĕлĕвĕ пысăк. Вăрçăччен педтехникум пĕтернĕ, ун хыççăн хăй тĕллĕн вĕренсе — пединститут. Малтанах вăл пуçламăш классенче вĕтĕр-шакăра вĕрентнĕ, кайран тулли мар вăтам шкулсенче ĕçленĕ. Çавнашкал çыннăн сăмах хутаçĕ ниепле те çÿхе пулма пултараймасть паллах. Тата акă мĕн каламалла: Сулагаевăн техникумпа институтра вĕренсе тата кĕнеке хыççăн кĕнеке вуласа кулленхи пурнăçа сăнаса пухнă пĕлĕвĕсĕр пуçне урăххи те пур. Ара, вăл Сталинград патĕнчен Берлина çитиччен çуран утса тухнă салтак-çке! Ун пеккисем темиçе çĕр-шыв чикки урлă каçнă, Европа сывлăшĕпе сывласа курнă, вĕсен пурнăçне хамăр пурнăçпа танлаштарса пăхма пултарнă. Хăш-пĕрисем ют çĕрсенчи пурнăç йĕркине хăрах куçпа кăна сăнанă-и е курнине те курмăш пулнă-и, анчах Сулагаев вара унта мĕн пуррипе çуккине икĕ куçĕпе те тинкерсе пăхнă пулас, хăй мĕн курнине чун-чĕри витĕрех сăрхăнтарса кăларма тăрăшнă-тăр. Пĕррехинче хайхискер анкартинчи шап-шурă тутăр пĕркеннĕ улмуççисем айĕнче уçă сывлăшпа киленсе эрех ĕçсе ларнă чух кĕтмен çĕртен çапла лаплаттарса хучĕ:

— Эпир, ачамккă. Европа хÿрешкисем кăна-ха, ăна хăваласа çитме чылай тар тăкмалла. Пирĕн çĕрĕк урапа ку йĕрпех хăлтăртатсан, ниçта та ним те улшăнмасан, тен, ĕмĕрне те хуса çитеймĕпĕр.

Ку сăмах Таранова пуç тÿпинчен сĕрĕм тухаслах сехĕрлентерчĕ, юлташĕпе иккĕшĕ мĕн çинчен калаçнине кам та пулин вăрттăн тăнласа тăрас пек туйăннăран йĕри-тавралла кăн-кан пăхкаларĕ:

— Хуллентерех, Игнат Петрович, тархасшăн, хуллентерех. Ансăртран тем курса тăрăр. Хăш-пĕр кăткăс ыйтусем пирки çав териех ирĕклĕн, уççăн шавлама юрамасть.

— Мана юрать! Апла та юрать, капла та, — самаях хĕрнĕскер, паттăррăн хăлаçланчĕ Сулагаев. — Ман кирек мĕнле ыйту пирки те ыттисенчен урăхларах шухăшламалла, турă хăй çапла хушнă. Турă мĕншĕн мана çапла хушнă тетĕн?

— Турра хушша кĕртес мар кунта, — хирĕçлерĕ Таранов. — Вăл хушман сире виçерен иртсе пакăлтатма, ун патнех ан çитĕр.

— Хушнă çав, хушнă! —хăйĕннех печĕ Сулагаев, —Акă мĕн, ачамккă, писатель пек пулса эс мана малтан эп сăнран-кĕлеткерен мĕнлерех çын иккенне тĕплĕн сăнласа пар-ха.

— Ку маншăн йывăр ĕçех мар, —куларах хирĕç тавăрчĕ Таранов. —Эсир çÿллĕрех пÿллĕ, патмар çан-çурăмлă хăтлă çын. Кĕреш юман тейĕн. Çÿçĕр сирĕн кĕрхи пилеш çырли пек хĕрлĕ. Çаврака пит çăмартисем, тахăшĕ пĕр ывăç вир пĕрчи сапса çыпăçтарнă пек, чĕкеç шатриллĕ. Куçăр черкке пек симĕс.

— Çитет! —пÿлчĕ Сулагаев. — Хĕрлĕ çÿçлĕскер, чĕкеç шатриллĕскер, оригинал мар-и эп? Оригинал! Çавăнпа та мана турă: «Сана Сăнран-питрен ытти çынсенчен раснарах ăсталарăм пулсан хăш-пĕр шухăш-туйăм тĕлĕшпе те, пурнăçри пулăмсене хаклас енĕпе те вĕсенчен урăхларах пулма тăрăш», —тесе хушнă. Хушамат мĕнлерех тата ман? Сулагаев! «Сулахай» сăмахран майлаштарнă ăна тахçан ĕлĕкех, революцичченех, вулăсри пĕр ăслă писсăр. Политикăна чухлатăп ĕнтĕ — унта сылтăмрисем тата сулахайрисем пур. Эп вара — сулахайри: хушамат çапла хушать. Çук-ха, сулахайри тени çителĕксĕр. Эп сулахайри радикал. Çавăн пирки ĕнтĕ çăвартан час-часах хăш-пĕрисене вут пек хăратакан сăмахсем сике-сике тухаççĕ. Ман нихçан та официаллă шухăш чури пулас килмест. Кирек мĕнле ыйту тупсăмне те хам пуç тĕлĕшшĕн шыраса тупас килет.

Урă чухне Сулагаев асăрхануллăрахчĕ-ха, тÿрех апла-капла перкелешместчĕ, анчах пакарти хĕрсен чĕлхине тÿрех ирĕке яратчĕ — кашнинчех тиркешерех калаçатчĕ. Малтан тĕнчери тата хамăр çĕр-шыври лару-тăрăва шĕкĕлчетчĕ, унти е кунти хăш-пĕр пулăмсене хаçатри пек мар, урăхларах хаклама пикенетчĕ. Каярахпа хайхискер майĕпен-майĕпен тĕрлĕрен пуçлăхсене айăн-çийĕн тустарма пуçлатчĕ: вĕсем халăхшăн усăллă ĕç тума мар, пухусемпе канашлусенче хăйсенчен аслăраххисене мухтаса ур-ра! кăшкăрма кăна пĕлеççĕ имĕш. Районтисене е облаçрисене кăна-и, тата çÿлереххисене те чĕпĕте-чĕпĕте илетчĕ: «Унтисемшĕн — тахçанах коммунизм, çынна мĕн кирли вĕсен ытлашшипех пур, сăнарлăрах каласан, сĕт кÿллинче те чăпăл кĕме пултараççĕ. Пирĕн вара, мĕскĕн янаварсен, çав çутă пуласлăх çĕр çине çитессе ĕмĕтленсе сĕлеке çăта-çăта хура тар тăкнипех çырлахмалла. Истори страницине çырăнса юлнă ятлă-сумлă политиксем çинчен сăмах пуçарсан та чĕлхи чараксăрччĕ Сулагаевăн, кашнин ĕçĕ-хĕлĕнчех мĕн те пулин тиркемелли шыраса тупатчĕ. Сталина уйрăмах килĕштерместчĕ, ун ятне кирек хăçан та çÿçене-çÿçене, сив чир тытнă пек тăр-тăр-тăр чĕтресе асăнатчĕ: «Çавăн пек хăрушă диктатор этемлĕх историйĕнче урăх ниçта та, нихçан та пулман-тăр. Ăна пула эпир çынлăх тенине çухатрăмăр, чăн-чăн выльăх пулса тăтăмăр. Власть пушшине шартлаттара-шартлаттара ăçталла хăвалаççĕ, çавăнталла утатпăр, хирĕç чĕнме чĕлхе çук пирĕн, шухăшлама пуç çук, вĕсене Сталин самани касса илнĕ. Хăçан чĕлхе çĕнĕрен сыпăнĕ, хăçан хул пуççи çинче пуç çĕнĕрен çитĕнĕ, çавна эп мар, турă та пĕлмест пуль». Пĕр çулхине тахăш тĕлте темлерен Сулагаев çапларах та каларĕ:

— Тепĕр тесен, халăха шар кÿнĕ мĕнпур инкек-синкекшĕн Сталина кăна айăплани çителĕксĕр пек туйăнать, мĕншĕн тесен саккунсăрлăх тени, урăхларах шухăшлакансене вăйпа хăратни, вĕсене ют çĕр-шыва хуса кăларса яни е пуçĕпех тĕп туни Ленин вăхăтĕнчех пуçланнă.

— Ленин патне те çитрĕн тем? — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Таранов. — Тархасшăн, ăна ан тĕкĕн, атту сирĕнтен ĕмĕрлĕхех сивĕнме пултаратăп. Ленин вăл — гений, ун çумĕнче эпир пигмейсем кăна.

— Ăнлантăм, — пуçне сĕлтрĕ Сулагаев, — ăнлантăм: саншăн Ленин — Турă. Маншăн вара вăл чи малтан — çын. Çынсем хушшинче çветтуйсем çук. Кирек кам та хăй пурнăçĕнче мĕнле те пулин йăнăш тума пултарать. Эпир хамăра хамăр «атеистсем» тетпĕр пулсан, пĕр-пĕр çынран Турă туни килĕшÿсĕр, ан тив, çав çын хуть гений пултăр.

— Тĕренме тăрри эсир, Игнат Петрович, чăн-чăн тĕренме тăрри, — хĕрхенерех каларĕ Таранов.

— Мĕнле «тĕренме тăрри»? —ăнланаймарĕ Сулагаев.

— Чăваш сăмахĕ вăл, латинсен мар, Ашмарин ăна хăйĕн словарĕнче «рискованный» тесе куçарнă. Тĕренме тăрри — ытлашши теветкел çын, пуçне вут-çулăм ăшне те чикме хăраман çын ĕнтĕ. Çавнашкал пуçтахланни ырри патнех илсе пымасть. Эсир те хăçан та пулин, суккăр çын хăраххи, пĕр-пĕр шĕвĕр япалана çитсе тăрăнатăр акă.

— Пулма пултарать ун пекки, эп чăнах та тĕренме тăрри, — килĕшрĕ Сулагаев. — Шиклĕх, асăрханулăх туйăмĕ ман çук-тăр, пур пулсан та, ытти çынсеннипе танлаштарсан, мăкарах-тăр. Çĕр çинче кашни утăмрах инкек пурри çинчен те сахалтарах шухăшлатăп пуль. Сăмахăм ĕненмеллерех пултăр тесе сана пĕр япала каласа кăтартам-ха, анчах асту, — пÿрнипе юнарĕ Сулагаев, —манран мĕн илтнине арăма нихçан та — ни-ни! Эп институт пĕтернĕ хыççăн виçĕ çул хушши Выл тăрăхĕнчи пĕр пысăках мар ялти шкулта ĕçлерĕм. Çавăн чухне пĕр инкепе паллашрăм. Качча кайса уйрăлнăскерччĕ. Çамрăкчĕ-ха хăй. Пурăнасса вăл Выл леш енчи ялта пурăнатчĕ. Пĕррехинче, çурхи ăшă каç, ун патне улаха тухса уттартăм. Çитрĕм Выл хĕррине. Унта уйăх çутинче чăл та чăл çиçкелесе пăтранчăк шыв кĕрлесе юхать. Пăртан тасалнăччĕ-ха, анчах питех хухманччĕ. Çуллахи вăхăтра Выл урлă чăх та чиперех утса каçĕ-ха, анчах çуркунне шывĕ тарăн. Ÿсĕр çыншăн тинĕс те чĕркуççирен тарăн мар теççĕ вырăссем, мана та çурхи Выл шывĕ çавăн пек туйăнчĕ пулас. Шухăшласа тăтăм-тăтăм та хывăнмасăр мĕн тумасăр кăпăкланса юхакан шывалла шампăр-р! кĕрсе кайрăм. Ара, леш енчи хăй çути тата хĕрÿллĕн чуп тума пĕлекен çамрăк инке антарчĕç! мар-и! Хам урапах утрăм-ха малтан, анчах кĕтмен çĕртен мана шыв юхтарма пуçларĕ. Темле тапаçлансан та хăватлă шыв юхăмĕ хăйпе пĕрле анаталлах сĕтĕрет. «Пĕтрĕм! —йĕп пек чикес илчĕ асаплă шухăш. —Хăш тĕлтерехри пăтранчăк авăр антăхтарать-ши мана?» Ишме пĕлнĕрен-и е пальто арки саркаланнăран- ши тăруках путмарăм. Çăлăнас шанчăк юлмарĕ ун чухне, анчах çав вăхăтра ман вилĕм сехечĕ çитмен пулнă-ши: хăватлă юхăм темлерен сĕвек вырăналла çаврăнчĕ те, ура çĕре пĕрĕннине туйса эп мĕнпур вăя пухрăм, шыв юхăмĕн ытамĕнчен хăтăлса аран-аран тип çĕр çине тухса тăсăлса выртрăм. Темле усал тĕлĕк пек халь çавă маншăн, — Сулагаев мăнкăмăллăн кулса илчĕ: —Çапла, çурхи шывра та путмарăм эп.

— Кулатăр та, анчах ун чух эсир ăнсăртран кăна вилĕмрен хăтăлса юлнă вĕт, — тиркешрĕ Таранов. — Ытлашши теветкелленсен пуçа çухатма та пулать. Асăрханулăх пурнăçра кашни утăмрах кирлĕ.

— Пĕрмаях айккăн-майккăн пăхмалла-и, «капла тусан ку мĕн калать, апла тусан леш мĕн паврать» тесе хама хам тăлламалла-и? Çук, мана çавнашкал нимĕрленни, сÿтĕкленни пачах килĕшмест: характер тени урăх йышши. Блок мĕнле çырнă-ха: «И вечно бой! Покой нам только снится», —темен-и? Шăпах ман кăмăл-туйăм çинчен çав сăмахсем. Йĕп çинче çарран утнă чухнехи пек кăткăс лару-тăрăва çаклансан кăна телейлĕ эп.

Сулагаевăн кăмăлĕ, шухăш-туйăмĕ чăнах хăй каланă евĕрлех ĕнтĕ, çавна Таранов пĕрре мар тÿссе курнă. Вĕсем кашни тĕл пулмассеренех шахматла выляма хыпкаланнă, иккĕшĕ те çав вăйă теорине пачах чухламан вăйсăр шахматистсем мар: Сулагаевĕ икĕ-виçĕ хутчен район чемпионĕн ятне те çĕнсе илнĕ, Тарановĕ вара çамрăкрах чух хулари турнирсене хутран-ситрен хутшăнкаланă, чемпион пулмах вăй çитереймен те, çапах та тепĕр чух республикăри чи сумлă шахматистсенех парăнтарма пултарнă. Çыравçăсем хушшинче вăл — чăваш Тургеневĕ (çырассипе мар, шахматла выляссипе, паллах: лешĕ, вырăссен аслă писателĕ, хăй вăхăтĕнче пултаруллă шахматистсенчен пĕри пулнă-çке). Çавна пĕлекен Сулагаев фигурăсене хăма çине вырнаçтарса лартсан кашнинчех çапларах йĕплесе илетчĕ: «Чăваш Тургеневĕ çырма мар, шахматла выляма та манса кайман-и, тĕрĕслесе пăхам-ха пĕрре».

Шахматра лăпкăрах дебютсем те пур, Сулагаев вара кирек хăçан та чи çивĕч, чи кăткăс дебюта — король гамбитне — выляма хастарланатчĕ, шурă фигурăсемпе хуçаланнă чух вăл пешкăна тÿрех «Е» тăваткала куçаратчĕ. «Испани партийĕ» тенĕ дебюта вылянă чух Маршалл вариантне суйласа илетчĕ, пĕр пешкине нимсĕр-мĕнсĕр парса ярса хăйĕн мĕнпур фигурисемпе король çине тăрăнатчĕ. Çапла чăрсăррăн вылянă май унăн час-часах парăнма тиветчĕ пулин те, вăл король гамбичĕпе Маршалл варианчĕ çине алă сулмастчĕ — çав икĕ меслетпех Таранова çĕнтерме тапаçланатчĕ. Лăпкăн, тавлашмасăр выляма çукчĕ тата унпа, хирĕçмелли сăлтавне çине-çинех тупатчĕ. «Слонна тытрăн вĕт, тавай-тавай, унпах çÿре, правилăна ан пăс», —сăлтавсăр-мĕнсĕр çĕтĕлетчĕ пĕр хушă. Кун хыççăн лайăххăн лăпланса çитейместĕн — каллех пÿрнипе юнать: «Эй, ачамккă, сан корольне эп шах панăччĕ, вăл вырăнтан куçлăччĕ пулас — асту, рокировка ан ту! » Юлташпа шахматла вылянă чух хирĕçсе кайни темех мар: кĕçех çураçатăн, анчах Сулагаев хăй ĕçленĕ çĕрте те çăварне шыв сыпса пурăнман, мĕн те пулин килĕшменни тупăнсан шăв-шав çĕклемесĕр тÿсеймен, ун пек чухне ыррине кĕтме йывăр: кĕçех пĕр-пĕр ушкăнра ытлашши пулса тăратăп. Пурăна киле Сулагаев пуçĕ çине те çавнашкал инкек татăлса анчĕ: вырăнтан вырăна куçса икĕ-виçĕ шкула çитрĕ, пĕр çул кÿршĕ районта та ĕçлесе пăхрĕ, унта та тĕпленсе вырнаçаймарĕ. Чараксăр чĕлхисĕр пуçне тепĕр «çылăхĕ» те чăрмантарчĕ ăна: çав вăхăтра эрехпе шутсăр туслăччĕ Сулагаев. «Вăл алкоголик, эрех пички, пĕтнĕ çын», —тетчĕ ун пирки чылайăшĕ. Çынсен сăмахне питех хăлхана чикместчĕ хăй—урăлла та, ÿсĕрле те унăн пĕр юрăччĕ:

— Ты, право, пьяное чудовище,

Я знаю: истина в вине.

Блок çавăн пек çырнă-ха, анчах эрех кĕленчинче Сулагаев чăнлăх мар, инкек кăна тупрĕ: хăйĕншĕн шкул алăкĕ хупăннă пирки вăл вăрман хуралçине ĕçе вырнаçрĕ. Çавăншăн Таранов унпа çыхăну тытма пăрахман — пĕрпĕрин патне çыру та çÿретнĕ, хулара е картун çуртĕнче куçа-куçăн та тĕл пулкаланă. Çиелтен пăхма, йĕркеллех калаçнă пулин те иккĕш хушшинче хура кушак чупса каçни, вĕсем пĕр-пĕрне темшĕн малтанхи пекех кăмăлламанни сисĕне пуçланăччĕ каярахпа, ахальтен мар ĕнтĕ хайхискерсем юлашкинчен хирĕçмеллипех хирĕçсе кайрĕç. Ку пăтăрмах «Хăрнă улмуççисем» повесть пичетленсе тухнă çул пулса иртрĕ.

— Ну, сăрланă вара эс ку япалана, кĕрен куçлăх тăхăнсах сăрланă! —тиркешрĕ Сулагаев пĕр кунхине Таранов хваттерне пырса кĕрсен. — Кун пеккине кĕтменччĕ санран, кирек хăçан та чăнлăх, тĕрĕслĕх патнелле туртăнатăп. Çĕнĕ япалаккунта вара (çапла, эпĕ ăна япалаккă тетĕп, урăхла калама ниепле те чĕлхе çаврăнмасть) хальхи ял пурнăçĕн шăрши-марши чĕрне хури чухлĕ те сисĕнмест. Çав териех хитрелетсе çырма çĕрĕн-кунĕн хура тар тăкакан çĕр çыннинчен кăшт та пулин вăтанмалла, кăшт та пулин!

— Çĕр кисретсех тиркешме пăртак тăхтăр-ха, малтан редакци таврашĕнчи лару-тăрăва ăнланма тăрăшăр, — лайăхмарланса йăвашшăн хирĕçлерĕ Таранов, —Повеçĕн пĕрремĕш варианчĕ пачах урăхлаччĕ — унта колхозĕ те, ăна ертсе пыракансем те, хăш-пĕр çĕр çыннисем хăйсем те хăрăк улмуççисене аса илтеретчĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула ялта лайăххи пĕтсе пыни, усалли çĕнтерни çинчен çырнăччĕ, анчах издательство повеçе хирĕçлерĕ, ăна планран кăларса пăрахассипе хăратрĕ, тÿрлетсе çĕнетме сĕнчĕ. Укçа-тенкĕрен ун чух эп хĕсĕкрехчĕ те ирĕксĕрех кĕрен куçлăх тăхăнма тиврĕ.

Сулагаев, таçта эрех тупса ĕçме ĕлкĕрнĕскер, самаях ÿсĕрччĕ, ури çинче аран-аран тăркалатчĕ, çавна май вăл Таранов хуйхи-суйхине тулăклăн ăнкарса илме ăс çитереймерĕ, унăн хăлхине «укçа-тенкĕрен хĕсĕкрехчĕ» тени кăна кăтăклантарчĕ пулас — хайхискер тата ытларах тулхăрса кайрĕ:

— Эс проститутка, чăвашла каласан, сутăнчăк юхха хĕрарăм, писатель мар! —сăмахне пĕр шелсĕр çавăрттарчĕ Сулагаев. — Проститутка укçашăн лешне кăна сутать, эс вара — чунна. Укçашăн чуна сутни лешне сутнинчен пин хут йĕрĕнчĕкрех.

Çул шучĕпе хăйĕнчен чылаях аслăрах Сулагаевпа ку таранччен Таранов кирек хăçан та сăпайлăн калаçма тăрăшнă. Хальхинче çав арçын ăна хваттерне ăнсăртран килсе кĕнĕ сĕм ют çын пек, пурнăç тути-масине çухатнă тăрлавсăр мĕскĕн çапкаланчăк пек туйăнчĕ. Сулагаева Таранов малтан та хăш-пĕр чух тиркекеленĕ пуль-ха, анчах çавна пусарма тăрăшнă, ку хутĕнче вара йĕрĕнчĕк сивĕ туйăм унăн чун-чĕрине çатăрах çавăрса илчĕ.

— Хуп çăварна, хуп! —сасартăк тÿрккессĕн сăмах хушрĕ Таранов. — Тупăнчĕ кунта прокурор! Кама та пулин айăпличчен малтан хăвăн çинчен шухăшламалла. Кам эс? Çÿпĕ кăна! «Ăнман пурнăç — качака тус» тесе юрламалла чух çăварна хапхаллă каратăн. Кĕвĕçÿ суккăрлатса хаярлатать сана, ху та тахçан поэт е писатель пулма ĕмĕтленнĕ-çке! Акă мĕн: «Кунта та япăх, лере те. Ултавçăсемпе йăпăлтисем хуçаланаççĕ халь çĕр-шывра, тÿрĕ чунлисем мар», —тесе камсем шавлаççĕ? Сан пеккисем, пурнăçĕ ăнманнисем. Пур çĕрте те çитменлĕх вĕсемшĕн — ылтăн купинче те тислĕк шыраççĕ.

Сулагаев пĕр сăмах чĕнмесĕр тăнласа тăчĕ те тайкалана-тайкалана алăк патнелле сулланчĕ, тухса кайнă чух кăна йăпăртлăха çăварне уçрĕ:

— Сирĕн пеккисем, хăйсене «эпир ăслă» текеннисем, пĕр-пĕринпе ăмăртсах тислĕк купине ылтăнпа хупласа йăпанаççĕ. Ун пек хăтланни ылтăн купинче тислĕк шыранинчен пин хут сиенлĕрех пуль, шухăшласа пăхăр çавăн пирки.

Ылтăнпа тислĕк куписем çинчен шухăшласа юлмарĕ- ха хăйĕн хваттерĕнче Таранов. «Ку, ÿсĕрскер, милици аллине лекмĕ-и ăнсăртран? —сасартăк пăшăрханса ÿкрĕ вăл. Пурпĕрех Сулагаев хыççăн чупмарĕ: «Лектĕр-иç тата— ăна никам та çавăн чухлĕ кÿпме хушман». Эрне иртрĕ-и е ытларах-и — Тарановăн чĕри туллиех ÿкĕнÿ туйăмĕ капланчĕ те телефонпа яла шăнкăравласа Петр Васильевичпа калаçрĕ:  «Пĕр кунхине ман пата Игнат Петрович килсе кĕнĕччĕ. Хирĕçмелли тупăнчĕ те, вăл ÿсĕрскер хваттертен таçта тухса кайрĕ. Çавăн чух вăл хулара урăлтаркăча лекмен-ши? Çук-и? Апла тăк — тав турра! » Капла та лăпланаймарĕ Таранов — кĕçех çыру çырчĕ, Сулагаевран каçару ыйтрĕ. Тахçанхине асра тытса каçару ыйтрĕ паллах: ялти шкулта вĕреннĕ çулсенче уншăн Сулагаев чăн-чăн турă пулнă. Вăл ун чухне сăвă-калав çырнă, унăн икĕ-виçĕ сăввине композиторсем юрра та хывнă тата! Пурăна киле палланă хушамат хаçат-журналсенче курăнма пăрахрĕ. «Пĕр пысăк япала çыратăп-ха, тем пулса пĕтет», —текелетчĕ хăй малтанласа, каярахпа ун пирки пачах асăнми пулчĕ. Ыйтсан та шарламастчĕ, сăмахне урăх еннелле пăрса яратчĕ: чăрсăрлăхĕпе чĕлхисĕр пуçне мăнкăмăллăхĕ те хăйĕнчен пысăкчĕ унăн. Юлашкинчен вăл: «Ты право, пьяное чудовище, я знаю: истина в вине», —теме пуçларĕ. Çапах та тиркенинчен ытларах хисеплетчĕ ăна Таранов, ахальтен мар ĕнтĕ вăл каçару ыйтса çыру çырчĕ. Кун хыççăн вĕсем мирлешнĕччĕ, анчах иккĕшĕ юнашар ларса эрех-сăра ĕçсе те, шахматла выляса та нумаях киленеймерĕç — каллех хирĕçÿ сиксе тухрĕ. Пĕр хура кĕркунне Таранов ашшĕ-амăш килне килсен урамра ăна Сулагаев хирĕç пулчĕ, яланхи пекех пăртак хĕрĕнкĕскер, сывлăх та сунмарĕ, куç айĕн сăнсăррăн пăхса илсе иртсе кайма пикенчĕ.

— Мĕне пĕлтерет ку, Игнат Петрович? —тĕлĕнчĕ Таранов.

— Эп, кулак ывăлĕ, сăхă куçлăскер, сана ăнсăртран сĕртĕнсе тикĕт пек варалама пултаратăп, çавна пĕлтерет, — сиввĕн хуравларĕ Сулагаев. — Пĕр каç ресторанта лармалăх гонорар илтĕн-и хуть ман çинчен фельетон çырса?

Тек калаçса тăмарĕ — каялла çаврăнса пăхмасăрах анаталла ярăнтарчĕ. Юпа пек хытса тăрса юлчĕ Таранов. Ашшĕпе калаçсан тин вăл çакна пĕлчĕ: «Капкăнăн» çĕнĕ номерĕнче Сулагаев çинчен фельетон çапăнса тухнă. Çав номере Таранов алла тытса пăхма ĕлкĕрейменччĕ, мĕншĕн тесен пĕр уйăха яхăн Пушкăртри чăваш ялĕсенче командировкăра çÿренĕччĕ, унтан таврăннă-таврăнманах тăван ялне тапса килнĕччĕ. Хайхи фельетона вăл ашшĕ килĕнче вуларĕ. Йывăç лартмалли, йĕкел пухмалли плана тултарайман-мĕн Сулагаев. Янтă укçана хапсăннă тата: пĕрне пĕр машина вутă майлаштарса панă, теприне хапха юпилĕх юман сутнă. Алли кукăр пулин те чĕлхи чĕрĕ имĕш хăйĕн: «Çылăхĕ» вăрман хуралçин пысăках мар, çавнашкал вак-тĕвекшĕн Таранов статья çырса та чăрманас çук, суя хушаматлă темле Сухан Сахрунĕ вара фельетонах майлаштарнă. Начарах çырман — «турă пани» пур пулас: япалинче кулăш тени лав туллиех. Хаçатра е журналта çунтарса илсен явапран хăтăлаймастăн: Сулагаева выговор лектернĕ, штраф тÿлеттернĕ. «Мухмăр-сухмăр аптратсан пĕр юман мар, пĕтĕм вăрманне сутса ярăн», — тесе айăплăн кулкалать иккен çынсем умĕнче хăй. Сухан Сахрунĕ фельетон вĕçĕнче çапларах шăл йĕрнĕ:  «Сулагаев кулак пекех сăхă куçлă — ашшĕ-амăшнех хывнă пулас». Нимрен ытларах çав йĕркесем тарăхтарса янă вăрман хуралçине, тарăхтарнине пĕрлех хурлантарнă та.

Фельетон çинчен сăмах хускалсан вал яланах Таранова ÿпкеленĕ:

— Лешĕ, чăваш Тургеневĕ, ман ята республикипе «чапа кăларчĕ», ресторанта ларма укçа кирлĕ пулнă ăна. Ĕçессе вăл манран та ытларах ĕçет вĕт. Ĕçсен шавламасть кăна — шăши пекех йăпшăнса çÿрет. Çыракансем вĕсем пурте икĕ питлĕ: хурине — шурă, шуррине хура теме те именмеççĕ. Укçа е чап тесен юлташне мар, ашшĕ-амăшне те сутма хатĕр.

— Çаплах калать-и? —ĕненмесĕртерех ыйтрĕ ашшĕнчен Таранов сĕтел хушшинче калаçса ларнă чух.

— Çаплах калать. Хам хăлхапа хамах илтнĕ, — пăшăрханса хуравларĕ Илья Семенович.

— Писательсене вăл кĕвĕçнипе варалама пăхать-ха, ку паллă. Анчах фельетоншăн мĕншĕн мана айăплать? Эп çырман çав япалана, çырман! Кулак ывăлĕ-и вăл е урăххи? Маншăн — хут купăс.

— Хăвна пирĕшти пек ан тыткала-ха, —ывăлне сиввĕнрех пÿлчĕ Илья Семенович. — Ĕçетĕн, арăму çавăн пиркиех уйрăлчĕ вĕт! Апла тăк Игнат Петрович чĕлхине кĕвĕçÿ кăна çивĕчлетмест. «Капкăнришĕн» те сана айăплама сăлтавĕ пур унăн пуç тавра шухăшласа пăхсан. Эс ăна тахçан темлерен «кулак ывăлĕ пекех хытă çын» тесех йĕкĕлтенĕ, çавна асра тытса çĕмĕрлет вăл халь. Кулак ывăлĕ тесе мана ку таранччен пĕр Микихвĕр çеç куçран тĕртнĕ, урăх никам та ун пек хăтланман тет.

Таранов кулса ячĕ:

— Институтра вĕреннĕ вăхăтра унран укçа кивçен ыйтнăччĕ, вăл памарĕ. Эп вара: «Ах, эс, Игнат Петрович, кулак ывăлĕ пекех хытă-çке! »—терĕм те айккинелле пăрăнса утрăм. Çав сăмахшăн халь те хĕвĕнче чул тытса пурăнать-ши? Кулăшла ку.

— Çук, кулăшла мар пуль çав, — ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçкаларĕ Илья Семенович. — Кулак ятне илтни вĕсене, Сулагаевсене, ĕмĕр манми инкек, хĕн-кур кăтартрĕ, ун пеккине ÿлĕмрен никамăн та курмалла ан пултăрччĕ. Эс пĕлместĕн пуль-ха…

— Пĕлетĕп, атте, пĕлетĕп, —терĕ Таранов. —«Кулаксене пĕтереççĕ» тенĕ сăмах сарăлнă çул Игнат Петровичăн ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те пĕр харăс сасартăк сарăмсăр вилеççĕ. Мунчана кайсан сĕрĕм тивнĕ тет-и вĕсене?

— Çапла, сĕрĕм тивнипе вилчĕç Петĕр пиччепе Марье инке, лайăхах астăватăп, — кĕсйинчен пирус кăларчĕ Илья Семенович. — Виçĕ тăлăх тăрса юлчĕ çĕр çине: кĕçĕнни— çиччĕре, вăталăххи — саккăрта, асли — вун улттăра. Ача-пăча ĕнте. Пурпĕрех килĕнчен хăваласа кăларчĕç вĕт вĕсене. Анкартинчи мунчара пурăна пуçларĕç мĕскĕнсем. Петĕр пичче çĕр ĕçленипех çырлахман — суту-илÿпе те аппаланатчĕ. Перекетлĕ, ĕçчен çыннăн пурнăçĕ те ăнать. Петĕр пичче икĕ сыпăклă пысăк пуртех лартма вăй çитернĕччĕ, çине тимĕр витнĕччĕ. Çав хÿхĕм çурт пиркиех кулак ятне илтрĕç-и тен Сулагаевсем? Хăйсем чылай хушă мунчара нушаланчĕç, ашшĕ-амăшĕ çавăрнă пÿртре ял Совечĕ хуçаланчĕ.

— Пĕр пÿлĕмĕнче «Вулав çурчĕ» тени вырнаçнă пулас-ха, — ашшĕне тÿрлетрĕ Таранов.

— Эй, унта тем те туса хăтланчĕç пуль! Пĕр вăхăт çыхăну уйрăмĕ пулнă пек те астăватăп, — иртнине тиркеререх аса илчĕ Илья Семенович, — Анчах кĕтмен çĕртен хайхи хÿхĕм çурт тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайрĕ! Вăрçă пуçланиччен пĕр çул маларах тĕттĕм çĕр варринче пулса иртрĕ çав синкерлĕ ĕç-пуç. Пÿртсĕр пуçне ун чухне икĕ çын пĕтрĕç— çунса кайса вилчĕç эппин: Карук Михалипе Çитĕр Татюкĕ. Пĕри — ял Совет председателĕ, тепри — унăн еркĕнĕ, хĕр пуççăн ача тунă аскăн хĕрарăм. «Кулак» тенисене тĕп тунă çулсенче вĕсем иккĕшĕ те Сулагаевсене килĕнчен кăларса ярас тесе никамран ытларах çине тăнăччĕ. Ача-пăча куç çулĕнчен те пулин вăтанмалла пулнă та вĕсен, çук вĕт, вăтанман. — Илья Семенович, тăлланнăскер, тем шухăша путса ларчĕ те сăмахне каллех малалла тăсрĕ: —Пурнăçра эп çакна асăрханă: кама та пулин сăлтавсăр-мĕнсĕр инкек кăтартакан çына кайран, пурăна киле, хăйне те йывăр килет. Эп ухмах пуçпа тепĕр чух çапла шутлатăп: эпир, çынсем, çĕр çинче мĕнлерех пурăннине таçта çÿлте-çÿлте сăнаса тăракансем пур пуль тетĕп. Вĕсем яланах: «Пĕр-пĕрне усал мар, ырă тума тăрăшăр, атту сире япăх пулать», —тесе асăрхаттараççĕ пек. Хăшпĕрисем çавна чĕре варрине илмеççĕ те, пĕр-пĕр синкерлĕ кун вĕсен пуçĕ çине тавăру сехмечĕ татăлса анать. Карук Михалипе Çитăр Татюкĕ те усал вилĕмпе вилчĕç авă.

Ашшĕн шухăшĕ Таранова килĕшмерĕ:

— Тĕшмĕшленсе ан лар-ха, эс ăна-кăна чухлакан çын-иç! Лешсем, Карук Михалипе Çитăр Татюкĕ, ăнсăртран кăна çунса кайнă. Асăрханулăх çитеймен вĕсен, урăх ним те мар. Лампăна краççын яма хăтланнă тет-и хайхискерсем? ÿсĕртерех пулнă тата… Арçынĕ махорка туртнă. Краççынĕ тăкăнса кайнă та, шăрпăк пек хыпса илнĕ ĕнтĕ çурчĕ. Çурчĕ çеç мар, çыннисем те. Çав пушар таçти çÿлтисен асамлă вăйĕпе сиксе тухман, паллах. Ăнсăртлăха ăна диалектика та хирĕçлемест, атте.

— Сан хăвăн юрру-ха, ăна эп ăнлансах çитейместĕп, — пирусне тарăннăн ĕме-ĕме ывăлĕ çине кăмăлсăррăн пăхкаларĕ Илья Семенович. — Ял пурнăçĕнчи, çав пăтăрмахлă вăхăта тÿссе курман эсĕ, çавăнпа урăхларах калаçатăн. Пушар хыççăн урăххисем мар, Сулагаевсем хăйсем вут-кăварлă тамăка лекрĕç, ăнланатăн-и? Игнат Петрович аппăшне Варуççие судран суда сĕтĕрме пуçларĕç, вăт еплерех шĕвĕртни сиксе тухрĕ! Ял Совечĕн çуртне вут тĕртнĕ тесе айăплама хăтланчĕç ăна. Виçĕ-тăватă уйăх тĕрмере те ларчĕ пулас, шеремет. Юрать-ха ырă çынсем тупăнчĕç— ăна юлашкинчен тÿрре кăларчĕç. Кирек хăш вăхăтра та ырă çынсем пур, ачам, — Илья Семенович пĕр хушă каллех тем шухăшласа ларчĕ те ывăлĕ çине куç ывăтрĕ: — Тахçанхи тĕлсĕр сăмахшăн Игнат Петровичран каçару ыйтмаллах. Вара вăл сана хвелетоншăн та вăрçма пăрахĕ тен?

Таранов çав кунах Сулагаевпа ăшпиллĕн калаçма ĕмĕтленсе ялтан виçĕ çухрăмри картун çуртне кайрĕ, анчах лешĕ ăна пÿртне мар, картишне те кĕртмерĕ, йыттине сăнчăртан вĕçертсе ячĕ…

… Халь мĕнлерех çын-ши Сулагаев, кăмăлĕ ĕлĕкхи пекех кăра-ши? Çук, ватăлнă май йăвашланнă-тăр. Вунă çул каялла пурнăç йĕркине те улăштарма пултарнăччĕ: вăрман ĕçне пăрахса каллех шкула таврăннăччĕ, ватлăх укçи илме пуçличченех ачасене вырăспа чăваш чĕлхи вĕрентнĕччĕ. «Мĕн пулать те мĕн килет—Игнат Петрович патнех каятăп», —татăклăн шут тытрĕ Таранов. Вăл тăвалла утма пуçласан кÿршĕсен хапха алăкĕ чĕриклетсе уçăлчĕ те, урама пушă витре çĕкленĕ Хĕвекле кинеми хыпаланса тухрĕ.

— Ах, турă пул, Микихвĕр Ильиччă, каçар мана, — именерех сăмах хушрĕ вăл. — Чĕлхи çавăн йышши ман, йытта ывăтса памаллискер. Ытлашши каласа пăрахрăм тарăхнă качкипе. Петр Ваççилччă йăнăшнă тен?

— Йăнăшнă пуль çав, эпир пурте йăнăшатпăр тепĕр чух, — кăмăллăн хирĕç тавăрчĕ Таранов. — Эс питех ан пăшăрхан, лăплан, эп чунра вĕчĕ тытмастăп.

— Аçу-аннÿне хывнă ĕнтĕ, вĕсем ăшă чунлă çынсемччĕ. Ман ывăл та мухтать сана. Темле сăмах та пур, пулас унăн санпа калаçмалли. Хваттер кирлĕ пулсан, тен, пирĕн патра çĕр каçатăн? —сĕнчĕ Хвекле кинеми. — Ывăл ыран киле таврăнать ман.

— Юрĕ, юрĕ, калаçăп сан ывăлупа, — шантарчĕ Таранов. — Çĕр выртма вара Игнат Петрович патне каятăп.

8

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Сулагаевсем анкартинчи мунчарах ÿссе çитĕннĕ. Вăрçă пуçлансан Игнат Петровичпа унăн пиччĕшĕ Çтаппан çавăнтанах фронта тухса кайнă. Унччен вĕсем иккĕшĕ те ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ: кĕçĕнни учителе вĕренсе тухнă, асли вăрман техникумĕ пĕтернĕ. Çавăншăн вĕсен аппăшĕ Варуççи тимленĕ: «Вĕреннĕ çынсем нихçан та выçă вилмеççĕ, вĕсене пурте хисеплеççĕ», — тенĕ вăл. Шăллĕсене ура çине тăратма тимлекенскер, хăй качча та тухман. «Турă пулăшсан ман шăллăмсем юнлă фронтран чиперех таврăнĕç-ха тен? »—ĕмĕтленнĕ Варуççи, анчах асли, Çтаппанĕ, тăшман пулинчен сыхланса çитереймен — тăван килне ыррăн-сыввăн кĕçĕнни кăна таврăннă. Сулагаев вăрçăран таврăннине Таранов хăй те лайăхах астăвать. Çĕнтерÿçĕ салтак тÿрех ялти пуçламăш шкулта ĕçе кÿлĕнчĕ. Икĕ çултан авланчĕ — Раиса Михайловнăна, çамрăк учительницăна, качча илчĕ. Мунчаран майлаштарнă пĕчĕк пÿртре виççĕне тăвăр — Сулагаев чылай хушă кÿршĕ ялта, арăмĕн килĕнче, пурăнчĕ. «Игнат Петрович киле кĕнĕ! »—çапларах сăмах та çÿретчĕ ял çинче. Сулагаев пек йăрă çынна янтă ют пÿртре ĕмĕр пурăнтарăн-и — темиçе çултан вăл тăван ялĕнчех çурт лартрĕ. Çавăншăн хăй кăна мар, арăмĕпе аппăшĕ те çине тăрсах тăрăшрĕç паллах. Хăрушă пушар хыççăн ял Совечĕ валли урăх çĕрте, ял варринчи шкулпа юнашар, çĕнĕ çурт майлаштарнăччĕ, тахçан икĕ сыпăклă шатрун[1] пÿрт ларнă вырăн пуш-пушахчĕ, ăна Варуççи аппа кăмрăкран, кĕлтен тасатнăччĕ-ха: йĕркипех пахча çимĕç йăранĕсемччĕ, чие тĕмĕсем пурччĕ. Сулагаев çимĕç йывăççисене кăкласа хăртрĕ, çĕре тикĕслерĕ те, çĕнĕ пÿрт çавăнта, кивĕ вырăнтах, çĕкленсе ларчĕ. Тăватă чÿречеллĕскер пысăках марччĕ, анчах йышлă çемье те ирĕклĕнех пурăнатчĕ унта: Сулагаевсем — Игнат Петровичпа Раиса Михайловна — тăватă ача пăхса çитĕнтерчĕç…

… Халь Таранов çав вырăналла çитсен тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ: ун умĕнче икĕ сыпăклă кĕрнеклĕ пÿрт пăрахут пек мăнаçлăн саркаланса ларать, ултă чÿречи йăлтăр та йăлтăр йăлтăртатать. Ăна шултра хыр пĕренисенчен ăсталанă, никĕсĕ кăна кирпĕчрен. Хапха юписем вара юманран. Капмар пÿртпе Таранов нумаях киленсе тăмарĕ— хапхан кĕçĕн алăкне хăвăртрах уçма тимлерĕ, çав хушăрах анаталла-тăвалла вăльть-вальть пăхкаларĕ: урама ăнсăртран сиксе тухса кашниех ăна: «Курăр-ха, курăр. Илья Семенович ывăлĕ килнĕ! Лешĕ. Петр Васильевич арăмне хулана илĕртсе хăяканни», —тесе пÿрнипе тĕллессĕн туйăнчĕ. Алăка апла та, капла та тĕртрĕ, анчах лешĕ ниепле те уçăлмарĕ. «Юри уçмасть-ши е килĕнче çук-ши?»—аптрарĕ Таранов. Таçтан муртан урама икĕ çын сиксе тухрĕç тата. Иккĕшĕ те ÿсĕр. Тайкалана-тайкалана анаталла анаççĕ. Çÿллĕ пÿллĕ çинçешке арçыннине Таранов тÿрех палларĕ: Ярабаев колхоз председателĕ пулнă чух унăн заместителĕнче ĕçленĕ Хумма Левенĕ. Тепри, çамрăкки, кам икккенне те Таранов сăнарах пăхсан тавçăрса илчĕ: Сулагаев кÿрши — Трахви.

— Чăн-чăн председательччĕ-и Ярабаев? Çук! Вăл çĕр процентлă шульăкчĕ, туй ачи кăначчĕ. Ку вара, Аксанов юлташ, чăн-чăн колова, министăр пек ăслă, —урама ян та ян янратать Хумма Левенĕ.

— Аслă-тăк ма Арлашкина хÿтĕлет вăл? —хирĕçлеме пăхать Трахви.

— Арлашкин саншăн «Арлашкин» мар, «Иван Павлович». Илтетĕн-и, шĕшлĕ. «Ива-ан Пав-ло-вич! » ÿлĕмрен ăна кирек кам умĕнче те çапла чĕн, ухмах ан пул. Вăл клавнăй инженер, эс тракторист.

— Çапах та…

— Ун-кун çинчен — кайран! —Трахвие пÿлчĕ Хумма Левенĕ. — Сан, мĕн, пурах-и лешĕ? Айта хăвăртрах!

Икĕ арçын кÿршĕсен килне кĕрсе кайсан тин лăш пулчĕ Таранов: халь ялта унăн никампах та калаçас килмест, ÿсĕрсемпе — пушшех. Чим-ха, хăмаран çапса тунă лаçран урамалла тĕтĕм шăрши сăрхăнса тухмасть-и? Кам та пулин пурах унта тем тесен те. Таранов хапхана икĕ чăмăрĕпе тÿнклеттерчĕ:

— Сирĕн пата хÿме урлă каçса кĕмелле-и?!

— Пирĕн кил картине самолет е вертолет çинчен парашютпа сикмелле, урăх майпа лекме çук.

Сулагаев сасси ку, урăх никамăн та мар. Кĕçех вăл кĕçĕн алăка яриех уçрĕ. Ана тÿрех палласа та илеймĕн: кăкăрĕ таранах сарлака хĕрлĕ сухал ÿстернĕ. Пуçне яшт! каçăртса шалча пек тÿррĕн утатчĕ, халь самаях пĕкĕрĕлнĕ. Хула çынни кил картине кĕнĕ-кĕмен Сулагаев хапха алăкне хупрĕ, шăнкăрт кăна сăлăп хучĕ. Хăй кăштах сăмакун ĕçсе хĕрнĕ, çавăнпа-ши пĕр вăлтмасăр, тÿррĕн каларĕ:

— Хитре мар самантра çитрĕн, Никифор Ильич. Саккуна хирĕçле ĕç тăватăп — сăмакун юхтаратăп вĕт. Сирĕншĕн фельетон валли питĕ селĕм тема.

— Тархасшăн, ан асăнăр-ха çав фельетон çинчен, — аванмарланчĕ Таранов. — Турă ячĕпе калатăп: «Капкăнри» япалашăн эп ним чухлĕ те, ним чухлĕ те айăплă мар.

— Пĕлетĕп эс айăплă маррине, тахçантанпах пĕлетĕп, — сухалне якаткаларĕ Сулагаев. — Ман пĕр «великий друг» пур. «Капкăна» çавскер çыру ăсталаса янă, редакцирисем вара фельетон майлаштарма васканă. Ман «великий друг» камне чухламастăн пуль-и? Хумма, Левенĕ! Вăрман хуралçинче ĕçленĕ чух вăл мана час-часах эрех-сăрапа шăваратчĕ. «Эс ман великий друг, саншăн эп вутта кĕме хатĕр», —тесе ытала-ыталах чуп тăватчĕ. Çавăншăн ăна сайра хутра вутти те, утти те леккеленĕ. Пĕррехинче юман ăна мар, пĕр чипер инкене лекрĕ те, вăл вара «Капкăна» çул тытнă. Вăт сана — «великий друг»!

Таранов йăл кулса илчĕ:

— Çав «великий друг» тенине куртăм паян. Ÿсĕрччĕ. Ярабаева айăн-çийĕн тустаратчĕ.

— Пĕлетĕп унăн юррине — Аксанова мухтатчĕ пуль ĕнтĕ! Çавăн пек çынсем вĕсем Хумма Левенĕ пеккисем: паян — тилĕ, ыран — кашкăр.

— Вĕсене тилĕпе е кашкăрпа танлаштарни çителĕксĕр пуль… Ман шутпа…

— Тăхта-ха, — хула çыннине çурма сăмахрах пÿлчĕ Сулагаев. — Капла лаçра революци пулса иртме, пултарать. Сăмакун мĕнлерех юхнине чухлатăн-тăр, ăна сăнасах тăмалла. Эп ерçиччен пÿрте кĕрсе лар, кичем пуласран хаçат-журнал пăхкала…

… Кил хуçи пĕр сехетрен тин пушанчĕ. Пÿрте вăл пĕр çатма шарикленĕ çĕр улми çĕклесе кĕчĕ. Унăн тата тăварланă кăмпа, йÿçĕтнĕ хăяр тупăнчĕ. Таранов та инçе çула пушă алăпах тухманччĕ — сĕтел çине кăлпассипе пулă кăларса хучĕ.

— Урăх нимех те тупса илеймерĕм, — айăплăн кулкаларĕ хăй. —Апат-çимĕçрен кăртăнкăрах хулара.

— Пĕлетĕп унти лару-тăрăва — гастроном сентрисем чылай чухне пуш-пушах, анчах эп хам та кунта темех хатĕрлеймерĕм-ха, — терĕ Сулагаев черккине сăмакун тултарнă май. — Яшка пĕçермеллеччĕ те, анчах пĕччен çыннăн кил таврашĕнче ытти ĕç нумай.

— Мĕнле «пĕччен»? —тĕлĕнчĕ Таранов. — Кĕçĕн ывăлăр ялта пурăнать тенине илтнĕччĕ эп. Мĕн, вăл ăçта та пулин командировкăна кайнă-им?

— Ах, Никифор Ильич! —пуçне ÿпкевлĕн сулкаларĕ Сулагаев. — Тăван ялна манмаллипех мантăн-çке — унта мĕн пулса иртнине ним те пĕлместĕн авă…

… Хĕлле Шупашкара пырсан Петр Васильевич кĕрекере калаçса ларнă чух арăмĕпе хĕрне сăлтавсăр-мĕн-

сĕрех тиркемен иккен. Кермен пек чаплă кил-çуртĕнче ун чухнех чашăк-тирĕк чăнкăр та чăнкăр чăнкăртатнă, çавăн çинчен вăл уçăмлăн каламан кăна:  никамăн та пÿртри çÿп-çапа урама тухса пăрахас килмест. Петр Васильевичпа Инессăна Шупашкарта пурăнакан хĕрĕ хирĕçтерсе янă. Лешĕн, Ренатăн, кирек хăçан та пĕр сăмах пулнă: «Упăшка мана асаплантарсах çитерчĕ, унпа ĕмĕр ĕмĕрлеймĕп — уйрăлатăп! » Петр Васильевич ăна лăплантарма, ÿкĕте кĕртме тăрăшнă: «Уйрăлас шухăша ан асăн, тархасшăн! Упăшку япăх çын-и? Трактор тăвакан инженер-конструктор! Унран ыррине тупайман ÿлĕмрен». Инесса хĕрĕ майлăрах çаптарнă: «Ху юратмасан космос карапĕ тăвакан академик-конструкторпа та телейлĕ пулаймăн. Ача çуратса аллу-уруна тăлличчен уйрăлмалла пуль, кайран — каю шăтать». Ашшĕ мар, амăшех çĕнтернĕ: çĕмĕрт çеçки шăршиллĕ, шăпчăк юрриллĕ май вĕçĕнче Рената уйрăлнă, хваттер пирки упăшкипе суд умне тăрса та намăслан- ман — хăйпе пĕрле шăл больницинче ĕçлекен тантăшĕ патĕнче вăхăтлăх вырăн тупнипех çырлахнă. «Сăнчăртан» хăтăлнă хыççăн çамрăк хĕрарăм кашни эрнерех ашшĕ- амăш килне киле-киле кайнă, канăвне те ялтах ирттернĕ. Сулагаев сиснĕ-ха: Рената яла килес-тăвас пулсан унăн ывăлĕ Пурхиле яланах урăх çын — сăнĕ-пичĕ тапхăр-тапхăр хĕвел пек çутала-çутала илет, мĕнле те пулин ĕçе тытăнсан алли вăр та вăр вылянать, каç пулнă-пулманах таçта тухса шăвăнать те ир енне тин таврăнать. Ялта çĕр те пин куç, çĕр те пин чĕлхе. «Ренатăпа Пурхиле кăнтăр çутинче те ыталашса çÿреççĕ — вĕсене пĕр-пĕринчен тракторпа туртса та уйăраймăн» тени майĕпен Сулагаев хăлхине те çитсе сĕртĕнет. Çамрăк чухне вăл хăй те авланнă хыççăн арăмĕнчен вăрттăн хăш-пĕр инкесем патне улаха çÿрекеленĕ-ха, çавăнпа та ял çинчи сăмах ăна питех пăшăрхантарман: «Вăхăтлăх айкашу кăна ку — инке арă- мах качча илес çук-ха ман Пурхиле», —тенĕ. Анчах çамрăксене ăнланма йывăр, уйрăмах хальхи вăхăтрисене. Пĕр кунхине ашшĕне Пурхиле пат татсах çапла калать: «Рената упăшкинчен маншăн уйрăлчĕ. Ана качча илетĕп. Пĕр-пĕрне эпир тахçантанпах юрататпăр».

Юратакансен — хăйсен саккунĕ, вĕсене хирĕç тăни усăсăр. «Унпа пĕрле хулана тапса сикетĕн ĕнтĕ — мана кунта кам пăхĕ? »—пăшăрханнă Сулагаев. «Шикленме кирлĕ мар, —ашшĕне лăплантарнă Пурхиле. —Рената хăй яла куçса килет, колхозра шăл больницине туса пĕтерсен унта ĕçлеме пуçлать». Ывăлĕн сăмахне ĕненнĕ Сулагаев, хирĕç нимех те шарламан. Хăйĕн çав вăхăтра шăл ыраткаланă тата, иккĕшне, лăканаканнисене, çиппе çыхса туртса кăларма та ĕлкĕрнĕччĕ. «Кин шăл тухтăрĕ пулни маншăн лайăх-ха: шăлсене сиплĕ, çуккисем вырăнне çĕнĕрен лартса парĕ», —ĕмĕтленнĕ Сулагаев. Шаннă кайăк йăвара ларман тесе ахальтен каламан ваттисем: ыратакан шăлне Сулагаев Хусахматри больницăна çурĕ-çурĕ сиплеттернĕ, çулĕ унта çывăхах мар, виçĕ çухрăм ытла. Рената вара яла куçса килес шухăша тĕлĕкре те тĕлленмен-тĕр. Çук-ха, çав çамрăк хĕрарăмăн çын патĕнче хваттерте пурăнма тăвăртарах, кансĕртерех пулнине туйса яла çĕнĕ упăшкин килне куçса килес шухăш малтан чăнах пулнă пуль, анчах амăшĕ, Инесса ĕнтĕ, ăна Шупашкарта кооперативлă икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянса парать-çке! Кун пек чухне кирек мĕнле хĕрарăм та — патша майри, унăн шухăшне пĕр-пĕр куç тăвакана тара тытса та улăштараймăн. Юлашкинчен авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Пурхиле те Шупашкара тухса вĕçтернĕ, унти пĕр завода ĕçе вырнаçнă. Юлашки кунсенче вара ял-йыша тепĕр пăтăрмах тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕ: Инесса упăшкинчен саккунлах уйрăласшăн имĕш, çавăн пирки ĕç пуçарма ыйтса суда хут та çырса панă, библиотекарьтен тухса Шупашкара пурăнма куçнă. «Упа пек вăйлă, пуян арçын тупнă ĕнтĕ хулара Инесса Павловна, атту ăна вырăнтан тăруках хускатаймăн», —шăл йĕреççĕ иккен хăш-пĕрисем. Петр Васильевич, пуçĕ çине кĕтмен инкек татăлса аннăран ăсран тайăлнă пек пулнăскер: «Чухлатăп эп вăл камне, ăна тавăрма киреметрен хаяртарах меслет шыраса тупатăп акă», —тесе çÿрет имĕш…

… Таранов: «Кĕçех ман ята асăнать, мана вăрçма пуçлать ку», —тесе шухăшласа илчĕ те тарласа кайрĕ, кил хуçи çине шиклĕн куç ывăтрĕ, анчах лешĕ, икĕ черкке сăмакун ĕçсе самаях хĕрме ĕлкĕрнĕскер, катăк шăлне кăтартса лĕх-лĕх-лĕх кулчĕ:

— Тавăратăп тесе пустуй пăсланать Петр Васильевич. Кам та пулин пÿртне кĕрсе арăмне чуп туса тухса кайсан та куçне мăч-мăч хупса кăна юлать. Нимĕр вăл, çын мар.

— Апла ан тиркĕр ĕнтĕ Петр Васильевича, — тăванĕн хутне кĕчĕ Таранов. — Сирĕншĕн халь вăл — хăта.

— Хăта тетĕн? Акă ăçта лакса ларнă хăта вăл маншăн! — пырне тытса кăтартрĕ Сулагаев. — Çав нимĕр хăйĕн арăмĕпе хĕрне пăркăчлама вăй çитерейменшĕн эп халь ял кулли пулса тăтăм… Юлашки мĕнпур вăй-хала пухса çĕнĕ пÿрт лартрăм. Хама валли-и? Ывăлăм валли! Вăл авлантăр, ача-пăчаллă пултăр, ĕмĕртен Сулагаевсем пурăннă кил вырăнĕ вĕлтренпе, хупахпа ан хуплантăр, ялта пирĕн хушамат ан çухалтăр терĕм. Анчах мĕн пулса тухрĕ? Ывăлăм хайхи «хăта» хĕрне ытараймасăр хулана çул тытрĕ. Хам вилнинчен хăрушăрах ку маншăн.

— Унашкалах йывăра ан илĕр, Игнат Петрович. Колхозра шăл больници тăваççĕ тет-и? Ăна хута ярсан çĕнĕ мăшăр хуларан шăнкăрт кăна таврăнĕ тен?

— Юмах ярса ан лар ман кĕрекере! Сирĕн, писательсен, кĕнекисем кăна çавăн пек телейлĕн вĕçленеççĕ, чăн пурнăçра урăхларах йĕрке. — Сулагаев йÿççĕнрех, сиввĕнрех кулса илсе черккине сăмакун тултарчĕ, ăна Таранова сĕнчĕ, лешĕ «çук, кирлĕ мар, çамрăклах вилес килмест-ха» тесе тутине пĕркелентерчĕ те, тулли черккене кил хуçи хăех пушатрĕ. — Халь ман ăшăмра вут çунать, тĕтĕм тухни кăна курăнмасть, ăна мĕнле те пулин сÿнтермеллех.

— Çапах та сăмакун е эрех тенине сахалтарах ĕçме тăрăшăр-ха. Петр Васильевича та тăла варри тăвичченех тÿпкес марччĕ. Вăл хăй те хĕрарăмсенчен инкек тÿснĕ çын. Хĕрарăм вăл — вут-çулăм. Икĕ хĕрарăм хушшине çаклансан Петр Васильевичран кăна мар, ыттисенчен те кĕлпе кăмрăк çеç тăрса юлма пултарать.

— Хĕрарăмсем çинчен тĕрĕс каларăн вара, шутсăр тĕрĕс каларăн, —хаваслăн хăлаçланчĕ Сулагаев. — Эп, мĕн, халь хам пăрахут пек пысăк кил-çуртра пĕччен тăрса юлнишĕн Петр Васильевичран ытларах унăн арăмĕпе хĕрĕ айăплине ăнланмастăп тетĕн-и? Шутсăр лайăх ăнланатăп. Хĕрарăмсем юлашки вăхăтра ырри еннелле мар, япăххи еннелле улшăнчĕç пуль тетĕп. Ытлашши чăрсăрланчĕç. Хăйсем мĕн шутлаççĕ, çавна тăваççĕ. — Сулагаев сасартăк йăшăл-л хускалса илчĕ, Таранова чăр-р тинкерчĕ: —Пĕлетĕн-и, Никифор Ильич, хăш-пĕр чух мана пĕр кăткăсрах, тĕлĕнмеллерех шухăш канăç памасть: чăваш хĕрарăмĕсен кăмăл-туйăмне Нарспи сăнарне каçăхса кайсах мухтани хăш енчен те пулин кăштах пăсмарĕ-ши тетĕп. Нарспи — пирĕн халăхăн хăйне евĕрлĕ наци геройĕ тейĕн —ăна пурте тенĕ пекех çичĕ пĕлĕт çинех çĕклесе хăпартма хатĕр. Анчах вăл, тÿррипе каласан, çын вĕлерекен вĕт. Çапла, çын вĕлерекен!

Таранов хĕлле Шупашкара пынă Петр Васильевич Нарспи пирки мĕнлерех калаçнине аса илчĕ те йăл-йăл кулкаласа кил хуçине пÿрнипе юнарĕ:

— Ай-яй, Игнат Петрович, вăрă иккен эсир, çын шухăшне вăрлакан плагиат эппин. Пĕррехинче Петр Васильевич Нарспи çинчен сирĕн пекех тиркешсе калаçнăччĕ.

Сулагаев сĕтеле тайкалантарса кĕмсĕрт те кĕмсĕрт ури çине сиксе тăчĕ:

— Эп плагиат-и? Петр Васильевич хăй ман шухăша вăрланă, хăй! Пĕр хĕллехи каç вăл пирĕн пата килсе кĕчĕ. Чылайччен калаçса лартăмăр унпа иксĕмĕр. Пурхиле килте çукчĕ. Петр Васильевич пĕрре — арăмне, тепре хĕрне ÿпкелерĕ: «Ман нихăш сăмаха та хăлхана чикмеççĕ — кирек хăçан та хăйсеннех переççĕ. Кама хывнă-ши вĕсем, кама? »—«Нарспие хывнă сан Инесса Павловнăпа Рената, вуланă пулĕ-ха вĕсем Иванов поэмине, театра çитсе спектакль те курнă ĕнтĕ», —терĕм эп. Нарспи сăнарĕ пирки хам мĕн шухăшланине те пĕтĕмпех каларăм паллах. Эп ахальтенех-им учительте ĕçленĕ? Ман кашни сăмах Петр Васильевичăн чĕри варринех çитсе вырнаçнă-тăр. Унăн пуçĕнче хăйĕн шухăшĕ çук. Вăл попугай пек кăна пакăлтатма пĕлет…

… Сăмах хыççăн сăмах тăкăнчĕ Сулагаевăн — хăйĕн çĕнĕ хăтине урлă та, тăрăх та виçрĕ. Çапла, чăнах попугай-ха Петр Васильевич, анчах хăйне евĕрлĕ попугай. Вăл кашни сăмахах хăлхине чикмест, мĕнлерех çын калать çав сăмаха, чи малтан çавна шута илет. Сăмахĕ йĕплĕ- рех мар-и, ăна ăçта та пулни персе ярсан ăнсăртран инкек сиксе тухмасть-и, çапма пĕлмен пушă пек, хăвна каялла пырса çапмасть-и, çакăн пирки те пуçне çĕмĕрет. Уншăн нимрен ытларах пурнăç пусмин çÿлерех картлашки çинче тăракансен сăмахĕ хаклă, вĕсене çăвар карсах тăнлать. Ун пеккисен сăмахĕ тепĕр чух тĕрĕсех маррине чухлать пуль-ха Петр Васильевич, анчах çавăн пирки пысăк шăв-шав çĕклемест, мăкăр-мăкăр мăкăртатать те хушнине пурнăçлама васкать. Пуçлăхсене çывăх пулни, вĕсен юррине юрлама пĕлни усăллă иккенне Петр Васильевич çамрăк чухнех чухланă, ахальтен мар Инессăна качча илме хыпкаланчĕ. Унăн ашшĕ Корсаков çав вăхăтра район пуçлăхĕнчен пĕриччĕ-çке-ха:  райĕçтăвком председателĕ!

Авланиччен Петр Васильевич ашшĕ пуçĕпе пурăннă, Инессăпа пĕрлешнĕ хыççăн уншăн Корсаков турă пулса тăнă, унăн сăмахĕнчен нихçан та тухман. Петр Васильевичпа Инесса хăйсен ирĕкĕпе Казахстана тухса кайнă тетĕр-и? Асту! Вĕсене Корсаков хушнă: «Çерем уçасси сирĕн, çамрăксен. тивĕçĕ — пĕр тăхтаса тăмасăр инçе çула пуçтар- нăр! » Казахстанра, Инесса тимленипе. Петр Васильевич институт пĕтерсе механик дипломне илме пултарнă, çавна май вăл «Сельхозтехника» уйрăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Тÿрех каламалла: Петр Васильевич карьерист мар. Вăл пысăкрах вырăна хапсăнман, хапсăнмасть те. Унăн пĕртенпĕр тĕллев: никампа та хирĕçмесĕр, лăпкăн, канлĕн пурăнас. Район хулинче икĕ пÿлĕмлĕ хăтлă хваттер! Ана пăрахса Петр Васильевич сасартăк тăван ялне куçса килет! Çав тĕлелле унăн ашшĕ вилнĕччĕ, кермен пек кил-çурчĕ пушах янраса ларатчĕ. Вăл çав кил-çурта салатасшăн пулман е ăна колхоз хăватне тĕреклетес ĕмĕт хавхалантарнă тетĕр-и? Çапларах çырчĕç ĕнтĕ Петр Васильевич çинчен хаçатсенче çав çулсенче, чăннипе вара вăл ун чух «Шикли шикленнĕ, кĕрĕкне пĕркеннĕ» тенĕ пекрех хăтланнă: Корсаков вăхăтсăртарах вилнĕ хыççăн «Сельхозтех- никăра» ĕçлекенсем Петр Васильевич çине чалăшрах пăхма, пуршăн-çукшăнах чăкăлташланма пуçланă, çавна хăйĕнчен маларах унăн çывăх юлташĕ — шкулта пĕр класра вĕреннĕ Ярабаев сиснĕ.

— Мана колхозра главнăй инженер кирлĕ, куçса кил яла, — сĕннĕ вăл. — Атту сана çисе яраççĕ унта. Карсаков кĕрÿшне вĕри çатма çинче ташлаттаратпăр текенсем те пур. Асту: халь сан «çÿлте» хÿтĕ çук!

Петр Васильевич, куç курмиех шикленсе ÿкнĕскер, нумаях сÿтĕкленсе тăман: арăмĕпе канашласа пăхнă хыççăн хăйне яла ĕçлеме яма ыйтса хут çырнă: «Эпĕ çĕре, уйхире çывăх пуласшăн, тăван колхоза сад пахчи пек чечек- лентерме ырми-канми вăй хурасшăн». Шухăшĕ ырăран ырă та, яла ăна чыслăн ăсатнă. Колхоз председателĕнче Ярабаев ĕçленĕ çулсенче Петр Васильевич кăлтăр та кăлтăр пурăннă — иккĕшĕ вĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнă. Петр Васильевичĕ час-часах сыпкаланă, Яра- баевĕ вара çавна курмăш пулнă, мĕншĕн тесен лешĕ правлени ларăвĕнче е урăх çĕрте ăна хÿтĕленĕ. Анчах пурнăç урапи пĕр йĕрпе чупмасть: пĕр çулхине черетлĕ отчетпа суйлав пухăвĕнче Ярабаева «шуçлă çунапа» ярăнтарнă та ун вырăнне Аксанова суйланă. Ку çамрăк арçын, райком инструкторĕнче ĕçлекенскер, колхоза пуху ирттерме кăна килнĕ пулнă, çитменнине, ăна çÿлтисем председательте Ярабаев юлташах хăвармалла тесе хушса янă-мĕн. Апла та, капла та каласа пăхнă вăл — пухури çынсене çĕнтереймен, лешсем пурте пекех ăна председателе лартассишĕн кастарнă:

— Лайăх председатель пулатăр, çавна пĕлетпĕр! Эсир колхозра агрономра ĕçленĕ чух тырри те сĕрĕшсе ÿсетчĕ пирĕн. Пустуях района илсе кайрĕç сире. Таврăнăр каялла, таврăнăр. Ара, эсир хурамалсем-нç, хамăр колхозсемех. Хăвăра ÿстернĕ çĕр юхăнса пыни сирĕн чунăра ыраттармасть-и?

Председатель лавне туртса пыма Аксанов юлашкинчен килĕшнĕ: «Анчах астăвăр — дисциплина тени ман çарти пек пулĕ. Эрех ĕçекенсемпе наянсене манран нихçан та

каçару пулмасть». Вăл председатель пичетне аллине илнĕ кăна — правлени çурчĕн алăкĕ çине çакăн пек хут çакнă: «Юлташсем, кам та кам ÿсĕрле килсе кĕрет — вунă тенкĕ штраф! » Ку пĕлтерÿ хăшне-пĕрне хăнк! та сиктермен пулĕ, Петр Васильевич вара вăрттăнтарах сыпкалама пуçланă, майĕпен-майĕпен пачах ĕçме пăрахнă: «Пĕвер ыраткалать—врачсем эрехпе туслă пулма хушмаççĕ», —тесе айăкне тыткаласа çÿренĕ. Пурăна киле хайхискер пăртак хăюланнă темелле-ши — тепĕр чух председательпе те урлă-пирлĕ перкелешнĕ. Тахăш çул Аксанов пуçарнипе колхозăн тĕп ялĕнче мунча туса лартнă: кирпĕчрен, сауна пур иккен. Ку вара Петр Васильевича пĕртте килĕшмен. «Мунча вырăнне Йăмракассинче пĕр пĕчĕк магазин тумаллаччĕ, унта пурăнакансем шăрпăк туянма та уй урлă утаççĕ», —кăмăлсăрланнă вăл.

Аксанов çамрăк мăшăрсем е колхоза килекен хăш-пĕр специалистсем валли тесе виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер лартма пуçăннă. Ку ĕç те килĕшмен Петр Васильевича: «Ялта пурăнас текен хăйне валли хăй пÿрт ларттăр, çавă кăна шанчăклă. Янтă хваттер усала çеç вĕрентет, ăна хапсă- наканни паян — кунта, ыран — лере». —«Манпа пĕрмаях хирĕçле калаçатăр, иксĕмĕр эпир пăтă пĕçерейместпĕр капла», — сассине хăпартарах каланă Аксанов. Пуçлăх сассине хăпартать пулсан ыррине ан кĕт — Петр Васильевич тепĕр куннех председатель сĕтелĕ çине хăйне ĕçрен кăларма ыйтса хут пырса хунă…

… Таранов ку таранччен кил хуçипе пĕрре те пÿлмен- ччĕ, халь вара сăмах хушмасăр тÿсеймерĕ:

— Эсир, Игнат Петрович, тарăхнă качкипе ман тăванăма ытлашши хурламастăр-и? Вăл авă председателе хирĕçлеме те хăюлăх çитернĕ-çке!

— Петр Васильевич кăмăлĕ пирки эп йăнăшатăп пуль тетĕн-и? Çук, йăнăшмастăп! —пуçне ялт! çĕклерĕ Сулагаев. — Самана пăртак улшăнчĕ. Вăл ирĕклĕрех, уçăрах. Çавна сисрĕ Петр Васильевич, çавăнпа чĕлхи чĕрĕлчĕ. Ун пеккисем вăхăт хăш еннелле сулăннине юмăç пекех ăста туяççĕ. Ĕлĕкрех вăл Нарспи пирки манран мĕн илтнине сирĕн умăрта попугай пек пакăлтатнă пулĕччĕ-и? Асту!

— Нарспи тенĕрен — акă мĕн, Игнат Петрович, эсир çав çутă сăнара кăлăхах варалама хăтланатăр. Вăл ял халăхне пусмăрлакан çĕрме пуяна вĕлернĕ, чи малтан çавна асра тытмалла.

— Упăшкине вĕлернĕ вăл, урăх никама та мар! —хĕрÿллĕн хирĕçлерĕ Сулагаев. — Упăшки унăн, Тăхтаман, çын пулман-им? Çын пулнă, выльăх мар! Апла тăк Нарспи çын вĕлерекен!

— Хăвăр сăмахăрах перетĕр, ман шухăша ним вырăнне те хумастăр, —кÿренчĕ Таранов.

— Çук, пачах урăхла, эсĕ ху ман шухăша ним вырăнне те хумастăн, ăна тĕрĕс мар тесе хаклама пăхатăн, — тата ытларах хĕрÿленсе кайрĕ Сулагаев. — Нарспи — çутă сăнар е вăл ял халăхне пусмăрлакан çĕрме пуяна вĕлернĕ тенисем, тÿррипе каласан, сан шухăшу мар, вăл тĕрлĕрен критиксен, литература деятелĕсен статйисене вуласа, пухусемпе канашлусенче тухса каланисене итлесе çирĕпленнĕ шухăш. Ман шухăш вара — чăннипех хамăн шухăш. Юлашки вăхăтра «плюрализм», «тĕрлĕ шухăшлăх» тенисем час-часах илтĕнме пуçларĕç пулсан ман шухăша та хисеплемелле, эп мĕншĕн çапларах шухăшланине ăнланма тăрăшмалла.

— Сирĕнпе калаçнă чух кирек хăçан та ман пуç алă арманĕ пек çаврăнма пуçлать.

— Сирĕнлентсе ан лар! Калаç чăвашла! —пÿлчĕ ăна Сулагаев. — Шиклĕрех чунлă эс, çавăнпа çаврăнать сан пуçу. Ан тив, вăл сан хăть кăкланса тухасла çаврăнтăр, эп пурпĕрех тепĕр шухăшăма калатăпах. — Нарспие кăна-и, колхозсем йĕркеленнĕ тапхăр çинчен çырнă хăш-пĕр япаласене те çĕнĕлле хакламалла. Чăнлăх, тĕрĕслĕх сахал вĕсенче. Сăмахран, Ямаш Ваççин «Çĕр юнĕ» романне хăшпĕрисем шедевр, классика вырăннех хураççĕ, анчах вăл колхозсем йĕркеленнĕ юнлă тапхăра чечек пек капăрлатса çырнă хайлав вĕт. Эп пулсан…

— Эс пулсан Ямаш Ваççине халь урăххишĕн тустарнă пулăттăн, пачах урăххишĕн, — кил хуçине тăрăхларах пÿлчĕ Таранов. — Çав романа вăл хăй çырман, иртнĕ вăрçăра вилнĕ юлташĕн япалине хăйĕн ячĕпе пичетлесе кăларнă тесе ĕнентерме пăхать эп палланă пĕр хĕрарăм…

Сулагаев хуларан килнĕ юлташĕн сăмахне сĕтел хушшинче тăп ларса канлĕн тăнлама тÿсĕмлĕх çитереймерĕ, ура çине тăнăскер, пÿлĕмре каллĕ-маллĕ кумрĕ, хĕрлĕ кĕреçе сухалне хăйпăтса илеслех кăрт та карт турткаларĕ, типсе ларнă пыр шăтăкне йĕпетмелĕх тенĕ пек, пăртак сăмакун сыпса илчĕ:

— Хайхи Нарспи Гавриловна тĕрĕссинех калать, йăнăшмасть пуль… Ямаш Ваççи лайăх япалана хапсăннине хам тÿссе курнă. Пĕлетĕн ĕнтĕ, ман «Пурнăç курки» юрă пур, тахçанхи, çамрăк чух çырни. Радиопа халь те хутран-ситрен янракалать-ха вăл. Яланах вара: «Сăвви Ямаш Ваççипе Игнат Сулагаевăн», —теççĕ. Куратăн-и, унăн хушаматне малтан асăнаççĕ! Тĕрĕссипе, çав сăвăра икĕ-виçĕ сăмах улăштарма кăна пулăшнă мана Ямаш Ваççи, çапах та вăл мана ку сăвва иксĕмĕр пĕрле çырнă тесе калама сĕнчĕ. «Асту, унсăрăн сан сăвву юрра хывăнмасть», —тесе йăл кулчĕ хăй. Композиторĕ унăн юлташĕччĕ, ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ. Çавнашкал путсĕрленсен çын фронтра вилнĕ юлташĕн алçырăвне те вăрлама вăтанмасть, паллах… Ямаш Ваççи çинчен апла-капла калани мана урăххине аса илтерчĕ-ха. —Сулагаев, сасартăк хурланса кайнăскер, куçне мăчлаттара-мăчлаттара пукан çине лĕнчĕр ларчĕ, пуçне икĕ аллипе тăнлавĕсем тĕлĕнчен хĕскĕч пек хĕстерсе тытса сĕтел çине йывăррăн чавсаланчĕ: — Ах, Никифор Ильич, эсĕ ним те пĕлместĕн çав… — Сулагаевăн шăпăрах куç çуль юхса анчĕ, ăна ал тупанĕпе тăлпаланă май хăйне тахçантанпах асаплантаракан пысăк хуйхă-суйхă çинчен сăмах пуçарчĕ. —«Сулагаевсен ашшĕпе амăшĕ мунча кĕме кайсан ăнсăртран сĕрĕм тивнипе вилнĕ», —çапларах калаççĕ ялти ватăсем, ман аттепе аннене (ялти пек каласан. Петĕр пиччепе Марье инкене) аса илсен. Анчах вĕсем ăнсăртран вилмен иккен, пачах ăнсăртран мар. Тахçанхи пăтăрмахлă çулсенче пуянсене тĕппипех пĕтереççĕ — хăйсене ачи-пăчипе пĕрлех Çĕпĕре е тĕрмене яраççĕ, кил-çуртне, туприне туртса илеççĕ, чухăнсене валеçсе параççĕ тени ман аттепе пичче хăлхине те çитнĕ. Вĕсене тата Карук Михали, ял Совечĕн председателĕ, наганĕпе юнасах çапла пăсăрлантарнă: «Çĕпĕре е тĕрмене ăсатсан тăван яла нихçан та таврăнаймăпăр, ачăр-пăчăрпа пĕрле çавăнтах çĕретĕр. Кунта, сирĕн кил-çуртăрта. Çитăр Татюкĕ хуçаланĕ». Карук Михали сăмахĕнчен е аллинчи васанран ытларах хăранă-ши ман аттепе анне — çавна тĕрĕссипе пĕлекен никам та çук ĕнтĕ. анчах вĕсем мунчара сĕрĕм тивнипе вилме шут тытнă. «Тăлăха юлнă вĕтĕр-шакăр ача-пăчана хĕрхенĕç — килтен хăваласа кăлармĕç», —тесе ĕмĕтленнĕ пуль хăйсем. Вун улттăра Варуççие — ман аппана — аттепе анне йĕре-йĕре çапла каланă: «Эсĕ пысăк ĕнтĕ, кил тытма вăй çитерĕн — шăллусемшĕн ашшĕ-амăшĕ вырăнне пул, вĕсене ура çине тăрат. Турă сире, тăлăхсене, манмĕ, чиперех пулăшса пырĕ». Чултан та çирĕпрех пулнă-тăр Варуççи— аттепе анне мĕнле вилни çинчен нихçан та çăвар уçман, никама та шарламан. Синкерлĕ вăрттăнлăха пĕччен пытарса усрама та, пире, шăллĕсене, ÿстерме те йывăр пулнă ăна, паллах. Ахальтен мар алла çитмесĕрех çĕре кĕчĕ шеремет. Хăй мĕн пĕлнине çăва çине илсе каяс темен ахăр — чунĕ тухас умĕн мана тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ.

Леш тĕнчере канлĕрех пурăнма чĕрине çăмăллатас терĕ пуль. Мана вара аттепе анне мĕнлерех тата мĕншĕн вилни чун-чĕреренех пăлхантарса ячĕ. Çулталăка яхăн асаплăн шухăшласа çÿренĕ хыççăн вăтăрмĕш çулсенче хамăр килте мĕн-мĕн пулса иртнине тĕпе хурса роман çырма тытăнтăм. Ятне тÿрех шыраса тупрăм: «Тавăру». Виçĕ-тăватă çула яхăн çĕр çывăрмасăр тенĕ пек муритленсен алçырăвне Ямаш Ваççине тыттартăм, вăл ун чух журнал редакторĕнче ĕçлетчĕ. Алçырăвне вуласа тухсан хайхискер сехĕрленсе ÿкрĕ. «Йăкăнат тусăм, —пăшăлтатрĕ вăл иксĕмĕр редактор пÿлĕмĕнче питĕрĕнсе ларсан, —мана эс роман мар, атом бомби тыттарса хăварнă-иç! Санăн ял Совет председателĕ эрех ĕçме юратать, унăн еркĕнĕ пур тата. Юлашкинчен вĕсем пушарта çунса каяççĕ. Ара, ку япалана çапса кăларсан иксĕмĕр те пĕрчĕн-пĕрчĕн арка- натпăр! Сан та, ман та ачасем пур, вĕсене те пулин хĕрхенесчĕ. Алçырăвне пуçтарса кай та урăх никама та ан кăтарт, атту çунса каятăн. Тĕпрен улăштарса çĕнетсе çырмасăр романна тек ман пата çĕклесе ан кил». Ав еплерех хивре калаçу пулса иртрĕ редактор пÿлĕмĕнче. Эпĕ вара Шупашкартан таврăнсан нумаях шухăшласа чăрман- марăм — роман алçырăвне çунакан кăмаканалла вăркăн- тартăм…

… Таранов, тĕлĕннипе, çăварне курак чĕппи пек карчĕ:

— Ун чухне эс ăсран тайăлнă пек пулнă пуль? Романти хăш-пĕр çивĕчрех вырăнсене тасатса, тÿрлетсе тухас та… Ху чунна, пуласлăхна çунтарса яман-и эс çавăн чух?

— Чун-чĕре, тен, кăмрăкланнă ман ун чух, тен, эп вилнĕ те… Тек тахçан пулни-иртни çинчен калаçас мар, луччĕ сăмакун ĕçес, —аллине черкке тытрĕ Сулагаев. — Тÿррипе калас тăк, эп романа хăш-пĕр мĕскĕнсем пек ниепле те тÿрлетсе çырма пултарайман. Çапла, ниепле те! Маншăн нимрен ытларах чăнлăх, тĕрĕслĕх хаклă.

Таранов сив чир тытнă пек çÿçене-çÿçене илчĕ: «Игнат Петрович «хăш-пĕр мĕскĕнсем пек» тесе мана тĕртсе каламарĕ-и? » Унăн мĕнле те пулин тÿрре тухасси килчĕ, анчах ним те шарламарĕ: «Эп хама хÿтĕлесе мĕн те пулин каласан питех Хĕрсе каймĕ-и Игнат Петрович? » Таранов айăплăн кулкаласа кăкăрне хыпашлама тытăнчĕ:

— Петр Васильевич телеграммине пула инçе çула тухрăм паян, атту килте, диван çинче, канлĕн выртаттăм. Чĕрепе аптратăп вĕт, халь те çурăлса каяслах тапăлтатать авă.

Тулли черккине сĕтел çине лартса Сулагаев хăпăл-хапăл ура çине тăчĕ:

— Чĕре ыратни шăл сурни мар, ваçка. Çиччас вырăн майлаштарса парăп: вырт лăпкăн, кан. Çывăрма та вăхăт ĕнтĕ — çур çĕр иртнĕ авă.

9

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Сулагаевсен кил картинĕ Таранов астăвасса çулла йĕтем пек тап-такăрччĕ, çуркунне е кĕркунне унта пылчăк çăрăлатчĕ, халь вара талккишпе тенĕ пекех çул курăкĕ ешерет. Елĕкхипе танлаштарсан выльăхĕ-чĕрлĕхĕ сахалтарах иккен: пĕр ĕне те икĕ сысна тата чăхсем пур. Кил хуçи, хулана куçса кайнă ывăлĕн кивĕ сăран курткине тăхăннăскер, сыснисене ирхи апат çитерет.

— Чиперех çывăртăн-и, çăвăнмалли-шăлăнмаллине тупрăн-и?— кăмăллăн сăмах хушрĕ вăл пÿртрен тухнă Таранова:—Лаçри плитка çине аш пĕçерме лартрăм-ха. Унччен, яшка пиçсе çитиччен, сĕт ĕçетĕн тен? Сĕчĕ, анчахрах сунăскер, сивĕнмех ĕлкĕреймерĕ пуль.

Ялти, килти сĕте хуларипе, магазинтипе, ăçтан танлаштарăн? Шап-шурă кăпăклăскер, ырă шăршăллă, тутлăран та тутлă. Ăна Таранов килене-киленех ĕçрĕ.

— Халь эп уçăлмалăх, шăм-шак çăмăлланмалăх Варламовсем патне кайса килем-ха,—терĕ вăл пушă куркине кил хуçине тыттарсан.— Петр Васильевичăн уйрăлса тухнă ывăлĕ Раман ятлăччĕ-и-ха, çавăн патне çитсе курас тата…

Таранов хăйĕн шухăшне каласа пĕтереймерĕ — ăна Сулагаев пÿлчĕ:

— Раманпа арăмĕ килте çук пуль, вĕсем иккĕшĕ те Атăл тăрăхĕнчи пĕр облаçа хăнана кайнă пулас. Çавăнта, пĕр колхозра, арăмĕн аппăшĕ пурăнать тет-и? Çавăн пек лару-тăру, Никифор Ильич.

— Апла тăк унта каймастăп. Варламовсене чăрмантарма та аванах мар-ха, анчах хам ÿссе çитĕннĕ килçурта хăрах куçпа та пулин курас килет. Мĕншĕн сутрăм-ши атте-анне кил-çуртне тесе кулянатăп халь. Унта, анкартинче, эп çамрăк чух лартнă виçĕ çăка та пулма кирлĕ. Сывах-ши вĕсем, çĕнĕ хуçасем касса пăрахман-ши?

— Çăкисем чиперех лараççĕ-ха, ÿсекен ешĕл йывăç кама чăрмантартăр?—Сулагаев, сăнран тĕксĕмленнĕскер, калас-и калас мар-и тенĕ пек самантлăха шăпланчĕ те хаш! сывласа илсе ирĕксĕртереххĕн хурлăхлăран та хурлăхлă хыпар пĕлтерчĕ: — Çапла, çăкасем ыррăн-сыввăнах ÿсеççĕ-ха, анчах Варламовĕ хăй сарăмсăр вилчĕ…

Уйăх каялла, çурла уйăхĕн вĕçĕнче, пулса иртнĕ иккен çак хăрушăран та хăрушă инкек. Ялти çынсем халь уйри улăма икĕ майпа пухса тирпейлеççĕ: ĕлĕкхи пек улм- урисем лартаççĕ тата тюкласа купалаççĕ. Улăма пусăрăнтарса чул пек хытă тăваткал çыхăсем, тюксем, тăвакан агрегат пур. Шăпах çав машинăпа ĕçленĕ чух пачах кĕтмен, тĕлĕкре тĕлленмен вилĕм тупнă хĕрĕхрен иртнĕ телейсĕр Варламов: улăмпа пĕрле хăй те чунсăр машинăн хурçă çăварне çакланнă, татăкăн-татăкăн вакланнă. Ÿсĕртерех пулнă иккен вăл, çавăнпа та: «Хăй айăплă, урăх никам та мар!»—текенсем те тупăннă колхозра. Анчах ĕçре çын вилнĕшĕн, ан тив, инкек тÿснĕ чух вăл ÿсĕр е урă пулнă-и, кама та пулин явап тыттармаллах — саккун çапла хушать. Саккун çапла хушни тĕрĕсех, мĕншĕн тесен кирек мĕнле çын вилнĕшĕн те — чунсăр машина çăварне лексе Варламов пек тĕп пулать-и, çакăнса е чикĕнсе леш тĕнчене каять-и — çĕр çинче сывă юлнисем хушшинче айăпли пурах. Кунта, колхозра, Варламов сарăмсăр вилнĕшĕн Сулагаев ывăлне Пурхилене явап тыттарнă: ара, вăл колхозри хăрушсăрлăх техникин инженерĕ-çке. Правлени ларăвĕнче сÿтсе явса ăна çирĕп выговор панă, виçĕ уйăхлăха урăх ĕçе куçарнă. Ку хушăра унăн тракторпа е слесарьте ĕçлемелле пулнă. Вăл тÿрре тухма тăрăшман, никампа та хирĕçмен — тепĕр эрнеренех Шупашкара арăмĕ патне тухса вĕçтернĕ.

— Хăйне ĕçрен кăларман пулсан Пурхиле хулана куçса каймастчĕ тен?—кил хуçине ыйтуллăн тинкерчĕ Таранов.

— Каятчĕ, пурпĕрех каятчĕ!— вĕчĕрхенерех хирĕç тавăрчĕ Сулагаев.— Йÿтĕм кăна лайăх пулчĕ унăн мана килте пĕр-пĕччен тăратса хăварма. Юратать вăл, хăямат пуçĕ, Ренатăна. Чим-ха, кине юратать темелле.— Лайăхмарланнă Сулагаев плитка еннелле куç ывăтрĕ, аш яшки кастрюль хупăлчине çĕкле-çĕкле, шыв сирпĕте-сирпĕте вĕренине кура газ çулăмне вăйсăрлатрĕ.— Яшка пĕçерме пĕлетĕп авă, пĕччен мĕнле те пулин пурăнкалăп-ха. Пысăк пÿрт лартса тăкакланнишĕн те пачах кулянмастăп. Хам вилсен ачам-пăчам ăна сутать те укçаллă пулать. Ман чĕрене урăххи ыраттарать. Пĕлетĕр пулĕ, аслă ывăлăмпа вăталăххи Ленинградра пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те вырăс хĕрарăмĕсене качча илнĕ, вĕсен нихăшĕн те ачисем чăвашла пĕлмеççĕ. Пĕрин ывăлĕ-хĕрĕ çавăн пек тутăр, теприн… Капла çĕр çинче чăваш халăхĕ пуçĕпех пĕтмест-и? Кĕçĕнни ялтах пурăнтăр, чăваш хĕрне качча илтĕр, вĕсем арăмĕпе иккĕшĕ мана чăвашла калаçакан мăнуксемпе савăнтарччăр тенĕччĕ. Анчах эп мĕскĕн Дон Кихот иккен — кĕçĕн ывăлăм та хула çынни пулса тăчĕ. Капла мана нихăш мăнук та чăвашла юрласа е ташласа савăнтараймĕ.

— Питех ан кулян-ха,—кил хуçине йăпатма хăтланчĕ Таранов.— Мăнукусене çулла ху патăнта пурăнтар та — чăвашла яп-яка калаçма тытăнĕç.

— Ачасене хăйсен тăван чĕлхине аслашшĕпе асламăшĕн е кукашшĕпе кукамăшĕн вĕрентмелле-и? Амăшĕн вĕрентес пулать! Сăпка юррине чăвашла юрламалла унăн. Пирĕн чăваш хĕрарăмĕсем, уйрăмах хулара йăва çавăрнисем, хăйсен ачисене «анне» е «атте» теме те вĕрентесшĕн мар. Хăрушă ку, пĕр шутласан. Çапла, хăрушă, мĕншĕн тесен хĕрарăм вăл наци, халăх амăшĕ. Çакна вара пирĕн нихăш хĕрарăм та ăнланасшăн мар.— Сулагаев, пăлханчăк чун-чĕрине лăплантарас тенĕ пек, витререн сивĕ шыв ăсса илчĕ те Таранов еннелле тайăлчĕ.—Эсĕ французсен наци геройĕ Жаннă д’Арк çинчен манман пуль-ха? Акăлчансемпе вăрçнă чух хăйĕн халăхне пусмăртан, вилĕмрен хăтарнă вăл. Çавăн пек паттăр хĕрарăм, тăван халăх пуласлăхĕшĕн чунне пама хатĕр ăслă хĕрарăм, кирлĕ пире, чăвашсене.! Ан тив, мĕнпур хĕрарăмсене çапла чĕнсе калатăр: «Хаклă тăванăмăрсем, чипер тусăмăрсем! Айтăр-ха хамăрăн пепкемĕрсене сăпкаранах чăвашла калаçма вĕрентĕр: çепĕç те капăр чĕлхеллĕ халăхăмăр тĕнчере ан пĕттĕр — ĕмĕр-ĕмĕр сывă пултăр!» Чĕнсе каланипе ан лăплантăрччĕ вăл, хăй сăмахĕсем пур çĕрте те пурнăçа кĕччĕр тесе ырми-канми тимлетĕр.

Сулагаев шÿтлесе мар, чăнласах калаçнине туйса ун çине Таранов пĕрре тĕлĕнсе, тепре хĕрхенсе пăхкаларĕ:

— Чăн та, Дон Кихот эс! Анчах акă мĕн, Игнат Петрович: чăвашсем хушшинче ăнсăртран хайхи Жанна д’Арк пек паттăр, ăслă хĕрарăм тупăнсан ыттисем ăна митингсем, демонстрацисем тусах питлеме тытăнмĕç-и? «Ку пирĕн юлташ ухмаха тухнă, ăна психбольницăна ăсатас!»— тесе пĕр саслă пулсах алă йăтмĕç-и?

— Çавнашкал мыскара та сиксе тухма пултарать пуль,—килĕшрĕ Сулагаев пĕр хушă ĕнсине хыçкаласах шухăшланă хыççăн.— Хамăра хамăр юратмастпăр вĕт эпир, чăвашсем.— Хăш-пĕр ăслă çынсем апат çинĕ чух сĕтел хушшинче шăппăнрах ларма сĕнеççĕ. Сулагаев кунта та калаçмасăр тÿсеймерĕ. Калас тенĕ шухăш вĕçне çитмесĕр ăна ниепле те лăплантараймастăн. Аллинче — кашăк, çăварĕнче — çăкăр çыртăкĕ, çав-çавах сăмах хыççăн сăмах тăкать.— Чăваш ачисемех чăвашла калаçма пĕлменшĕн, ăна вĕренменшĕн чылай чухне ашшĕ-амăшĕ айăплă. Вĕсене ăс кĕртмелле мĕнле те пулин: унсăрăн кая юлсан каю шăтать тенĕ пек пулса тухать. Хам республика пуçлăхĕ пулас тăк чĕлхе пирки эп тахçанах çирĕпрен çирĕп саккун йышăнмалла, тахçанах. Хăйсем чăваш пулин те ачисене чăвашла калаçма вĕрентмен ашшĕ-амăшне штраф çатлаттарнă пулăттăм. Вунă е çирĕм тенкĕ мар, чылай ытларах. Интеллигент тенисене, тĕрлĕрен пуçлăх таврашне ыттисенчен икĕ-виçĕ хут пысăкрах штраф тÿлеттермелле тăвăттăм, мĕншĕн тесен вĕсем никамран малтантарах тăван чĕлхене манма тăрăшаççĕ, ачисене чăвашла вĕрентесси пирки ăша та илмеççĕ. Укçа кирек камшăн та хаклă. Штраф вăл çуллă çăмах мар.

— Штраф пирки колхоз председателĕпе Аксановпа канашласа пăхрăр-и?—тăрăхларах ыйтрĕ Таранов.— Эрех ĕçнĕшĕн штраф тÿлеттерес йĕркене вăл пăрахăçланă темерĕр-и? Ун пек «мероприятин» усси виçĕ пуслăх кăна пуль çав.

— Мĕншĕн «виçĕ пуслăх кăна»? Петр Васильевич ĕçме пăрахрĕ вĕт! Пăрахрĕ!

Сулагаев кирек хăçан та хăйĕн шухăшне хÿтĕлеме тăрăшать. Тарановăн кил хуçипе чĕрре кĕрсех тавлашса чĕрине ыраттарас килмерĕ-и:

— Штрафăн та усси пур-тăр, анчах чĕлхемĕре упраса хăварма татах темĕн кирлĕ,—терĕ те сăмахне урăх йĕрпе шутарчĕ.— Варламовсем патне кайма аванах мар. Хуйхă-суйхă вăхăчĕ вĕсен. Арăмĕпе йĕркеллех калаçаймăн. Ман халь Петр Васильевич патне çитсе килес луччĕ. Ку темĕн таврăнчĕ те пуль.

…Таранов урама тухнă-тухман Трахвие тĕл пулчĕ. Сулагаев кÿрши, лутра пÿллĕ кутамас[i] çамрăк арçын, вараланчăк комбинезонпа хуçăк сăмсаллă карттус тăхăннă. Вăл çырма хĕрринчи уя çĕртме тума васкать. Ун çине Таранов хĕрхенерех пăхрĕ: ĕнерхи ĕçкĕ хыççăн çамрăк арçын мухмăрпа аптрани сисĕнет — тăртаннă куçне аран-аран уçкалать. Ăна-кăна Таранов курмăш пулчĕ, тракториста юнашар анаталла утрĕ.

— Сирĕн «Киремет тытамакĕ» калавăра, вуларăмăр. Никифор Ильич. Аслатирен хăранă пиркиех вилет вĕт çав ача. Шалккă ăна. Арăм куçне те йĕпетсе илчĕ. Хам аптрасах каймарăм. Эп нимрен ытларах арçынпа хĕрарăм мĕн хăтланни çинчен вулама юрататăп. Лешĕн çинчен эппин,— куçне ытарлăн хĕссе илчĕ Трахви.— Çавăн çинчен нумайрах çырмалла, вăт лайăх вара!

— Ун çинчен ахалех лайăх пĕлетĕр пуль-çке,— йăл кулчĕ Таранов.— Арăмупа иксĕрĕн икĕ ачаччĕ пулас-ха?

— Халь ачи-пăчи виççĕ таранах,— хуçăк сăмсаллă карттусне çамки çине пусарах лартрĕ Трахви.— Вĕсем, паллах, унсăр-мĕнсĕрех çуралман. Çапах та ун пек-кун пек чух ытти арçынсемпе хĕрарăмсем мĕн хăтланаççĕ, çавна пĕлме интереслĕ.

— Сирĕншĕн ун пекки интереслĕ иккен, маншăн вара— урăххи, ентешĕм,— тракториста хулĕнчен çаклатрĕ Таранов, сăмахне урăххи еннелле пăрчĕ.— Хăвăра çĕр уйăрса парса: «Айта, хуçа пул унта!»—тесен эс мĕн тунă пулăттăн?

— Çĕр парсан нуша лачакине лекетĕн вара,— Таранов аллинчен вĕçерĕнчĕ Трахви.— Шухăшласа пăхнă ун пирки эп, шухăшламан мар. Пĕр çулхине ман çĕр лаптăкне шăрăх çунтарса ярĕ, тепринче пăр çапса кайĕ, вара пĕр пĕрчĕ тырă та пухса кĕртейместĕп-иç! Ыттисене патшалăх Америкăран сутăн илнĕ çăкăрпа тăрантарĕ-ха, пире, çĕр уйăрса панисене, пашалу татăкĕ те лекмĕ. Сирĕн çĕр пур, апла тăк çăкăрсăр ларнăшăн хăвăр айăплă тейĕç. Çĕр хуçи пуличчен колхоз членĕ пулам, луччĕ лайăх. Ялта — сала кайăк, арманта йытă выçса вилмен тенĕ пек, колхозра та çын пĕтмест.

Трактористăн хăш-пĕр сăмахĕсенче тĕрĕсси те пур пек туйăннăран Таранов ăна хирĕç тÿрех ним калама та пĕлмерĕ. Вĕсем кĕçех Петр Васильевичсен тĕлне çитрĕç те пĕр-пĕринпе сывпуллашрĕç. Трахви укăлча еннелле таплаттарчĕ — Таранов палланă хапха алăкне шикленерех уçрĕ. Сăнчăрти йытти ют çынна кăмăлсăррăн саламланă пек, хальхинче хăрлатса кăна илчĕ, пĕчĕк йывăç валашкана ярса панă темле шĕвĕ апата хыпалансах çиекенскер, вĕрме ерçмерĕ. Унăн умĕнче курпун сăмсаллă, чармак куçлă çÿллĕ каччă тăрать. Кÿршĕри Хĕвекле кинемин кĕçĕн ывăлĕ Кермăн ку. Вăл йытăран хăракан Таранов хапха алăкĕ çумĕнчех чарăнса тăнине кура ун патнелле вăр-варрăн утрĕ, аллине хавассăн тăсрĕ:

— Салам, салам! Эсир Никифор Ильич вĕт-ха?

— Çапла, çавă пулатăп-ха,—каччăн вĕри аллине вăйсăррăн чăмăртарĕ Таранов.— Сире хăвăра та тÿрех палларăм. Аçу пекех маттур. Вăл та курпун сăмсаллăччĕ. ăмăрт кайăк пекехчĕ. Эсир те авă…

— Ăçта тарса ÿкĕн ĕнтĕ биологи саккунĕнчен?—хул пуççине мăнкăмăллăн хускаткаларĕ Кермăн.— Курпун сăмса— пирĕн йăх палли.

Йытă пуçне ют çын еннелле чалăштарса икĕ-виçĕ хутчен çиллессĕн хамлатрĕ те, Таранов алăк хăлăпне ярса тытрĕ:

— Таврăнман иккен Шупашкартан Петр Васильевич. Каçалапа тепре килсе пăхăп эппин.

— Тăхтăр-ха, тархасшăн, Никифор Ильич, тăхтăр,— чунтан пăлхансах йăлăнчĕ Кермăн.— Ман сирĕнпе калаçмалли пур. Тĕрĕслĕх хĕн курать пирĕн колхозра, ăна вилĕмрен хăтармалла.

Хăш-пĕр поэтсемпе писательсем — тĕнчипе паллисем, паллах — тĕрĕслĕхе, чăнлăха хÿтĕлеме хăтланса вăхăтсăрах леш тĕнчене лекессинчен те хăраман. Апла тăк Тарановăн халь кил картинче йытă пур тесе урамалла тухса тарма васкамалла-и? Вăл хайхи ăслă чĕр чун еннелле шиклĕн пăхкаласа лаç умĕнчи тенкел çине саркаланса ларчĕ:

— Ну, мĕн унта сирĕн?

— Проблемăллă пысăк сăмах ман, пĕчĕкки мар.—Кермăн, пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмен хыпкаланчăк, йăрă каччă, пирус чĕртсе ячĕ те çăвар туллин ĕме-ĕме Таранов умĕнче калла-малла уткаларĕ:— Пирĕн колхозра мĕнлерех трагеди пулса иртни çинчен пĕлетĕр ĕнтĕ. Çавăншăн Игнат  Петрович хăйĕн ывăлнех айăпларĕ пуль-ха?

— Варламов ĕçре вилнĕшĕн ывăлне явап тыттарнине асăнчĕ-ха вăл, уншăн ăна хăй те айăпланине пĕлместĕп,— терĕ Таранов.—Çын чунĕ кĕрĕк çанни мар, тавăрсах пăхаймастăн.

Кермăн тем шухăшласа тăчĕ те пачах урăххи çинчен ыйтрĕ:

— Арлашкин сире хăш енчен те пулин хурăнташ тивмест-и? Анне çапларах калать.

— Мĕнле Арлашкин?—тĕлĕнчĕ Таранов.— Ах, эсир колхозăн тĕп инженерĕ пирки ыйтатăр-иç. Хурăн тăрри хурăнташ кăна-тăр вăл. Карăккассинчи Арлашкинсем патне атте-анне хăнана çÿренине пачах астумастăп. Хăйĕнпе унпа, инженерĕпе, юлашки хут пĕр пилĕк çул каялла тĕл пулса калаçнăччĕ. Мана ун чухне вăл тилле аса илтернĕччĕ: типшĕм питлĕ, шĕвĕр сăмсаллă, çинçешке кĕлеткеллĕ.

— Халь те çавăн пекех вăл!—çĕрелле чăрт! сурчĕ Кермăн.— Сăнĕпе, кĕлеткипе çеç мар, чунĕпе те — чисти тилĕ. Варламов ăна пулах сарăмсăр инкек тÿсрĕ, анчах лешĕ, чеескер, мĕнпур айăпа Пурхиле çине йăвантарма ăс çитерчĕ…

…Варламов чăннипех ылтăн алăллă çын пулнă. Шофер кирлĕ колхоза — машина рульне тытнă, тракторист е комбайнер кирлĕ — тракторпа комбайн çине ларнă. Ялта камăн та пулин çĕвĕ машини, телевизор е радиоприемник чăхăмлать-и — кашниех Варламова шыранă. Чĕннĕ çĕре вăл каймасăр тăман — калаçса татăлнă çĕре кирек хăçан та вăхăтра çитме тăрăшнă. Çавăншăн ăна пурте тенĕ пекех эрех е сăмакун ĕçтерсе тав тунă, йăли çавăн пек халь ялта. Майĕпен-майĕпен хайхи ăста ытларах та ытларах сыпкалама пуçланă, анчах вăл ĕçе ÿсĕрле тухнине ялта никамах та асăрхаман. Хăйĕн пурнăçĕнчи чи синкерлĕ кун та ĕç вырăнне, Карăккасси ялĕ хыçĕнчи сĕлĕ уйне, тăп-тăр урă çитнĕ. Вилĕме хирĕç васканă тейĕн: ир-ирех пынă. Ун чух унта хăйне улăм хытарса çыхма пулăшакан çынсем те пухăнма ĕлкĕреймен-мĕн. Унччен те пулман — Варламов патне Арлашкин вĕçтерсе пынă, ăна мотоциклĕ çине лартса хăйсен килне телевизор юсаттарма илсе кайнă. Кайран Арлашкинсем патĕнчен Варламов çуранах таврăннă. Хăй ÿсĕртерех пулнă ĕнтĕ, çаплипех ĕçе пуçăннă, мăнтарăн. Хăш-пĕрисем ăна пăртак выртса канма сĕннĕ, анчах ÿсĕр çын хăлхине ырă сăмах хăш енчен те пулин пырса çапăнать-им? Инкек хыççăн Арлашкин пурне те çапларах ĕнентерме пултарнă: «Варламов ман патра пĕр тумлам та сыпман. Хăй çав териех ĕçесшĕн пулнине кура эп ăна ĕç хыççăн хăналăп сана тесе лăплантарма тăрăшрăм. Кÿреннĕскер, ĕçмеллине таçта урăх çĕрте тупнă вăл». Правлени ларăвĕнче хайхискер Пурхилене арлан пек чăрсăррăн тапăннă! «Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче! унăн Шупашкарăн-мĕнĕн çапкаланса çÿремелле пулман!» Çапла тесе пĕр Пурхилене кăна явап тыттармаллаччĕ-и, Арлашкина та пĕçерккĕ памаллаччĕ…

…Таранов каччă шухăшĕпе килĕшмерĕ:

— Арлашкин, тен, чăнах та ĕçтермен? Кунсăр пуçне тата кашни çын хул пуççийĕ çинче хăйĕн пуçĕ пур, унăн çăварне никам та эрех черккине вăйпах ÿпĕнтерме пултараймасть.

Кермăн пĕр пирусне сÿптернĕ-сÿнтерменех теприне тивертрĕ:

— Кăлăхах хÿтĕлетĕр Арлашкина, кăлăхах. Унăн тепĕр çылăх та пур. Вăл счетчика ĕçлеттермелле мар туса икĕ çул хушши электричество вăрланă, патшалăха улталаса пурăннă. Çавăншăн ăна пирĕн председатель Аксанов пуçран кăна ачашларĕ тейĕн — штраф тÿлеттернĕ те лăпланчĕ.— Кермăн, лаç умĕнче çаплах калла-малла; кумаканскер, ăшне капланнă çиллине шăнараймасăр икĕ чышкине те чăмăртарĕ:—Эпир, механизаторсем, Арлашкина пурпĕрех хамăртан култармастпăр. Председатель умĕнче вăл тилĕ пек йăпăлтатать, пирĕн умра вара йытă пек хамлатать. Пире икĕ питлĕ пуçлăх кирлĕ мар. Петр Васильевич Шупашкартан таврăнтăр кăна — колхозра механизаторсен митингне е демонстраци ирттеретпĕр, Арлашкина  тĕп инженертан кăларма ыйтатпăр.

— Мĕн, Петр Васильевич митинга йĕркелесе ертсе пыраканни мар пуль-çке?—тĕлĕнерех ыйтрĕ Таранов.

Кермăн пуçне пăркаларĕ:

— Çук, Петр Васильевич митингпа демонстраци таврашне хирĕç. Анчах механизаторсем паян-ыран колхозăн тĕп ялне пухăнаççех. Унта вĕсем Арлашкина хирĕçле çырнă лозунгсем çĕклесе урам тăрăх утĕç, правлени çурчĕ умĕнче вара сăмах тухса калĕç: Арлашкина ĕçрен кăларса ун вырăнне каллех Петр Васильевича лартма ыйтĕç. Хăш-пĕрисем «Долой Аксанова!» тесе те кăшкăрĕç. Мĕншĕн тесен колхоз председателĕн хăйĕн те «çылăх» тенисем пур. Аксанов хĕстернине пулах тĕп инженер ĕçĕ çине алă сулчĕ вĕт Петр Васильевич. Вăл вара таса чунлă, ырă кăмăллă çын. Кирек мĕнле механизатора та алă тытса сывлăх сунать, унпа яланах йăл-йăл кулса калаçать, сассине нихçан та хăпартмасть. Çын чун-чĕрине ăнланма тăрăшать. Эпĕ те акă хама çĕр уйăрса пама ыйтса ял Совечĕпе правление çур çул каяллах, çуркуннех, хут çырса патăм. Анчах кĕр çитрĕ — ман çĕр çук, нихăшĕ те ыйтăвăма пăхса тухма васкамасть. Мĕн, эп чăн-чăн çĕр хуçи пулма, унпа тĕрĕс усă курма пултараймастăп-и? Эп тракторист та, комбайнер та, шофер та. Электрик ĕçне те пăртак чухлатăп. Ял хуçалăх институтĕнче хам тĕллĕн вĕренетĕп тата, агроном пулма хатĕрленетĕп. Мана çĕр пар кăна — Америкăри фермера та кая тăратса хăварăп. Çакна Петр Васильевич ăнланать: «Çĕр памаллах сана — эс ăна хĕсĕр вырттарас çук»,—тет. Арлашкинпа Аксанов вара шăл йĕрме пăхаççĕ: «Çĕр парсан эс ăна икĕ-виçĕ çултан сутса ĕçсе ямăн-и?»—теççĕ. Ытла та тарăхмалла: мана вĕсем Трахвипе танлаштараççĕ-ши? Лешне, чăн та, çĕр панинчен усси çук ĕнтĕ, ун çинчен вăл çум курăкĕ те путлĕн пухса кĕртеймĕ. Эрех ĕçме тата арăмне ача çураттарма пĕлет, ытти çĕрте пăтă та пĕçереймест. Ахальтен мар вăл ытларах ĕçсе пăрахсан: «Сывă пултăр колхоз!»—тесе кăшкăрать.

Тÿссе çитереймерĕ Таранов, кулса ячĕ:

— Çаплах кăшкăрать-и? ÿстерсе калатăн пуль.

— Ÿстерместĕп çав, чăнах çапла кăшкăрать, хăйĕн сăмахне мухтаса хăех алă çупать тата.— Кермăн хул пуççипе хурлăхлăн усăнтарса Тарановпа юнашар тенкел çине ларчĕ:— Колхоз — кахал çынсен ырлăхĕ. Унта мĕнлерех ĕçлетпĕр тетĕр? Пĕр сехет пек ĕçлетпĕр — икĕ сехет пирус туртса ларатпăр, тепĕр сехет ĕçлетпĕр — тепĕр, икĕ сехет юмах çаптаратăр. Пĕр кун хушшинче туса пăрахмалли ĕçе икĕ-виçĕ куна тăсатпăр. Мĕншĕн тесен колхоз санăн е манăн мар, вăл пурин те. Ялти çынна ăна хăйне ĕмĕрлĕхех çĕр çирĕплетсе памалла, вара таçта чикĕ леш енче çăкăр шыраса çÿреместĕмĕр. Аксанов çавна ăнланмасть тетĕр-и? Шутсăр лайăх ăнланать, ухмах çын мар. Апла пулсан мĕншĕн вăл пухусенче е ытти çĕрте: «Чăвашсем ушкăнпа ĕçлесе пурăнма хăнăхнă — вĕсем колхоза салатасшăн мар!»—тесе шавлать? Акă мĕншĕн: пĕрне çĕр пар, теприне — хăй вара ăшă вырăнсăр тăрса юлать. Анчах хам валли çĕр эп пурпĕрех илетĕп, унсăрăн лăпланмастăп, халь пур çавнашкал саккун.

— Çав териех çĕршĕн ал кĕçĕтет пулсан вăхăтлăха арендăна та пулин ил эппин,—сĕнчĕ Таранов.—Кайран — куç курĕ.

— Аренда вăл — феодализм!—сиввĕн касса татрĕ Кермăн.— Эп институтра вĕренекен çын. Çавна май этемлĕхĕн историллĕ çул-йĕрне пăртак чухлатăптăр. Арендăна çĕр илсен те Аксанов серепинчен хăтăлаймастăн. Вăл хăй-и е бухгалтерири тÿр пилĕксем-и ман кĕсьене кĕрекен кашни пуса шута илсе пырĕç, пус тени ытлашши нумай пек туйăнсан ăна мĕнле те пулин хăйпăтса илмелли меслет шырама тытăнĕç.—Кермăн тем шухăшласа илсе Таранов еннелле тайăлчĕ:—Аренда тенĕрен акă мĕн тата: те хăш-пĕр йĕпе сăмсасене илĕртессишĕн, те пуçлăхсем умĕнче ырă ятлă пулас ĕмĕтпе Аксанов колхозра арендатор хуçалăхĕ йĕркелетĕп тесе районăн, Шупашкарăн çÿрет тет. Кил-çурчĕ, вити-сарайĕ, гаражĕ, тĕрлĕрен машина таврашĕ— çĕр çыннине мĕн кирли пурте пулмалла имĕш çав кăтартуллă-сăнавлă хуçалăхра. Ана йĕркелеме ик çĕр пин ытла укçа тăкакламалла тет. Айванла япала, ман шутпа. Мĕн кирли пурте пулсан çын тени тар тăксах ĕçлеме хыпса çунать-и! Асту! Хайхи ик çĕр пин ытла укçа, шывпа юхса кайнă пек, усăсăр пĕтĕ.— Кермăн тенкел çинчен çĕкленсе Таранов умĕнче штык пек тÿрленсе тăчĕ:— Никифор Ильич, Шупашкарти чи пысăк пуçлăхсенчен пĕри сирĕнпе пĕрле институтра вĕреннĕскер тет. Пирĕн пек шĕвĕрсене пысăк пуçлăхсен пÿлĕмне лекме ансатах мар. Вĕсем патне çыру çырни те усăсăр, «Арлашкина пирĕн председатель йăпăлтатма пĕлнĕшĕн юратать тесе пĕрин патне çырнăччĕ те — тепĕр икĕ эрнерен ман çыру Аксанов аллине çаврăнса çитнĕ. Çавăн хыççăн мана вăл тÿсме пултараймасть: «Сана çĕр мар, çăхав таврашĕ çырма авторучка туянса памалла!»—ав еплерех шăл йĕрет.

— Чăнах çаплах калать пулсан сирĕн председатель чипер çынах мар, ничĕ çукрах ĕнтĕ унăн,—тиркешрĕ Таранов.—Татах çыр, лăпланса ан лар.

— Эп çырнипе пăр тапранас çук — сирĕн сăмахăр кăна витĕмлĕ пулĕ,— писатель çине йăлăнса тинкерчĕ Кермăн.— Эсир, тархасшăн, акă мĕн тăвăр: институтра пĕрле вĕреннĕ юлташăрпа тĕл пулса Аксанов çинчен манран мĕн илтнине тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартăр-ха.

— Шухăшăр сирĕн ырă, ентешĕм, анчах мăн пуçлăхсем институтри юлташĕсене часах манаççĕ-çке, парти шкулĕнче пĕрле вĕреннисене кăна асра тытаççĕ. Çапах та…

Калас сăмахĕ пырне ларчĕ тейĕн—шăпăрт пулчĕ Таранов. Самантрах тарласа кайрĕ: «Пĕли-пĕлми çын умĕнче мĕне кура кирлĕ-кирлĕ мара лĕпĕртетрĕм-ха эп? Вăт тăм пуç!—вăрçрĕ вăл хăйне.— Темрен тем курса тăрăн?» Инкек çине синкек тенĕ пек, хăй сăмахĕнчен шикленсе ÿкнĕ Таранова йытă сехĕрлентерчĕ тата. Вăл тем ăс тытса лаç патнелле хамлата-хамлата ыткăнчĕ. Каччă: «Лăплан, Джульбарс, лăплан»,—тесе мăйкăчĕнчен тытсан тин йытă вĕрме чарăнчĕ, çĕр çине канлĕн тăсăлса выртрĕ. Таранов çав-çавах лăпланаймарĕ, «ăçтан персе ятăм çав тĕлсĕр сăмаха?» тесе ÿпкелешекенскер, алăк хăлăпне тытма васкарĕ:

— Сăмах айне пултăм, ют çын килĕнче ытларах лартăм. йытă çавăншăн кăмăлсăрланать пулмалла. Уттарам- ха эп. Эсĕ, ентешĕм, чипер юл. Санран мĕн илтнине асра тытăп, май килнĕ таран пулăшма тăрăшăп…

…Сулагаевсен анкартинче улмуççисем ретĕн-ретĕн лараççĕ. Нумай вĕсем: хĕрĕх таранах. Панулмисене татса тирпейленĕ ĕнтĕ, хăш-пĕр йывăçсен кăна кăшт-кашт курăнкалаççĕ. Улмуççи турачĕсем çинче çулçăсем те самаях сайраланнă — кĕшĕлех çĕр çине тăкăннă. Кăштăрт та кăштăрт тăваççĕ ура айĕнче, кăштăрт та кăштăрт. Вĕсем çине ура ярса пусма та шел пек — сарă, кĕрен, хĕрлĕ тĕслĕскерсем, хаклă йышши капăр кавире аса илтереççĕ. Ку илем кил хуçишĕн çÿпĕ-çапă кăна, анчах усăллă çÿпĕ-çапă: Сулагаев ÿкнĕ çулçа шăпăрпа шăлса пуçтарса лăпăпа[ii] арпалăха çĕклет — хĕлле ăна выльăх айне сарса парĕ. Çапла, кил вăл колхоз мар, унта çÿпĕ те сая каймасть. Пĕрин ĕçлемелле, теприн кĕрхи анкарти илемĕпе киленсе тăмалла-и? Хитре мар апла. Таранов кивĕрех фуфайка, атă, карттус, кил хуçи тупса панăскерсене, тăхăнчĕ те аллине шăпăр тытрĕ. Хăйне ăна халь нимрен ытларах Кермăнпа тĕл пулса калаçни канăç памасть-ха, çавăнпа та чи малтан çав каччă çинчен сăмах пуçарчĕ:

— Мĕнлерех çын вăл Хĕвекле кинемин кĕçĕн ывăлĕ?

Сулагаев яланах мĕн те пулин чĕпĕтсе илмелли тупать, халь те çавăн пекех пулчĕ:

— Акă мĕн, хисеплĕ писатель,—шăл йĕрчĕ вăл,—Хĕвекле аппа саншăн кинеми мар, инке, мĕншĕн тесен вăл сан аннÿрен çамрăкрах хĕрарăм.

— Çамрăкрах-и? Эп вара аслăрах пуль тенĕ. Асăрхаттарнăшăн тавтапуç,— пуçне тайрĕ Таранов.— Мана халь хăйĕнчен ытларах ывăлĕ кăсăклантарать. Кăмăлĕпе, шухăш-туйăмĕпе вăл сан евĕрлĕрех çын пек туйăнать. Иксĕр хушăра темле пĕрпеклĕх пурри сисĕнет.

— Вăт куна тĕрĕс асăрханă эс,— ырларĕ писателĕ Сулагаев.— Тахçан, çамрăкрах чух, шкул çине алă сулса пĕр хушă вăрман хуçалăхĕнче ĕçлерĕм. Эрех-сăрана пула çавнашкал пăтăрмах сиксе тухрĕ Игнат Петрович пурнăçĕнче теççĕ хăш-пĕрисем. Йăнăшаççĕ вĕсем, сăлтавĕ урăххинче. Çав çулсенче пур çĕрте те суяпа тĕрĕсмарлăх хуçаланчĕç. Тăван çĕр-шывăн историллĕ çул-йĕрне те, кулленхи пурнăçри пулăмсене те хитрелетсе, якатса çырса кăтартатчĕç, хурине те шурă тесе ĕнентерме хăтланатчĕç. Учебниксенче ун чух суйса çырнисем тăп-туллиехчĕ. Çавна тÿсме пултараймасăр вăрман чăтлăхне тартăм эп.— Сулагаев, сывлăш çавăрса илмелĕх тенĕ пек, самантлăха шăп тăчĕ те йăл кулса илчĕ.—Халь акă Кермăн трактористра ĕçлеме пăрахрĕ, колхоз председательне пат татсах каланă: «Арлашкина тĕп инженер ĕçĕнчен хăтармасăр эп трактор çине лармастăп»,—тенĕ. Лешĕ, Арлашкинĕ, йĕркеллĕ çын мар ĕнтĕ, ăна ман кÿршĕри Трахви те хисеплемест.

— Варламов сарăмсăр вилнишĕн сан ывăлунтан ытларах Арлашкин айăплă теççĕ. Çавăнпа юратмаççĕ-ши ăна механизаторсем?—ыйтрĕ Таранов.

— Ан асăн-ха Варламов ятне, тархасшăн, ан асăн.— Сулагаев аллинчи шăпăрне çĕре пăрахса улмуççи вулли çумне вăйсăррăн таянчĕ.— Вăл сарăмсăр вилнĕшĕн ман ывăл та, Арлашкин та, Аксанов хăй те, улăм тюкĕ тунă çĕрте ĕçленĕ çынсем те — пурте-пурте айăплă! Ял-йыш та, колхоз та айăплă тен? Çын тенине хисеплеме, упрама пĕлместпĕр эпир. Анчах халь урăххи çинчен-ха сăмах. Петр Васильевича ырларĕ пуль Кермăн?

— Çапла, ырларĕ ăна вăл,—тунмарĕ Таранов.— Ытти механизаторсем те Петр Васильевича кăмăллаççĕ пулас.

— Пуртех мар та, анчах ырлакансем ытларах,—килĕшрĕ Сулагаев.— Мĕншĕн тетĕн? Мĕншĕн тесен Петр Васильевич хăйне валли мĕн те пулин хăйпăтса илессишĕн хыпса çунмасть. Механизаторсем умĕнче пуçне каçăртмасть тата, вĕсене хăйпе пĕр тан çынсем вырăннех хурать. Арлашкинĕ вара хăйне иккĕмĕш Аксанов пекех тыткалать. Çитменине, алли кукăртарах. Суйма та, улталама та вăтанмасть.

Таранов чун-чĕреренех пăшăрханчĕ:

— Мĕнле председатель вăл сирĕн: Арлашкин пеккисене хÿтĕлет. Кермăн пеккисене ура лартма тăрăшать. Ăна вăл çĕр те уйăрса парасшăн мар имĕш.

— Кирек мĕнле пуçлăх та хăй тавра попугайсене пухать. Арлашкинĕ вара тилĕ те, попугай та. Ăнланмалла пуль?—юлташĕ çине куларах пăхрĕ Сулагаев.— Анчах çĕр ыйтăвне татса парасси пĕр Аксановран кăна килмест- çке,— ассăн сывласа илчĕ вăл.— Унăн халăх кăмăлне те шута илмелле. Столыпин çинчен илтнĕ ĕнтĕ эс. Вăл мĕнлерех реформа ирттерме шутланине те пĕлетĕн, паллах. Мĕн хăтланнă-ха çавăн чух чăвашсем?.. Тахăш хресчене общинăран кăларса уйрăм çĕр лаптăкĕ касса парасси çинчен пĕлсен пăлхав çĕкленĕ вĕт! Выл тăрăхĕнче Этмен пăлхавĕ тени пулса иртнĕ эппин. Ăна историксен хальхи куçпа пăхса ку таранчченхинчен урăхларах хакламалла-тăр.

— Таçта анкарти хыçнелле ан кай-ха,— пÿлчĕ кил хуçине Таранов.— Тахçанхи Этмен пăлхавĕ патнех çитес марччĕ.

— Унта эп ăнсăртран мар-ха çитрĕм, ачамккă,— терĕ Сулагаев.—Çав вăхăтра ман асатте те кунта, хамăр ялта, уйрăм çĕр лаптăкĕ кастарса илме вĕткеленсе çÿренĕ. Хăй валли çĕр мар, юман хĕрес кăна тупнă: ăна, вулăса кайма тухнăскере, вăрманта çапса пăрахнă.

— Эсĕ мĕн, Кермăна аслаçу шăпи кĕтет тесшĕн-им?— куçне чарчĕ Таранов.— Урăх саманара пурăнатпăр, Игнат Петрович.

— Самани урăх та, анчах чăвашсен çĕр ĕлĕкхи пекех хĕсĕк. Çук-ха, ĕлĕкхинчен те хĕсĕкрех пуль, мĕншĕн тесен хуласем, хапрăк-заводсем нумай ÿсе-ÿсе ларчĕç. Чăваш çĕр-шывне вырăссен Кострома е Саратов облаçĕсемпе танлаштараймăн. Ял хуçалăхне аталантарма тăван республика валли ытти çĕртинчен урăхларах çул-йĕр кирлĕ. Кашнин валли çĕр çитеймĕ пирĕн, каккуй ăна валеçмелли! Аксанов шухăшех килĕшет мана: колхозĕ юлтăр, унта çынсем арендăпа ĕçлеччĕр, хĕрсем ялтан хулана тухса тарасран тĕрлĕрен мастерской пултăр, темле завод филиалне уçасшăн-ха вăл тата.

— Кермăн пек хастар çынсене уйрăм çĕр лаптăкĕ те кирлĕ пуль — ан тив, ăмăртса пăхчăр вĕсем колхозра ĕçлекенсемпе.

— Çĕр уйăрса пама халăх килĕшет-и-ха?

— Кахалли кăна мăртлатма пултарать… Трахви пекки…

Çĕр ыйтăвĕ пирки тавлашса пĕр-пĕрне çĕнтереес çуккине туйса Сулагаев калаçăва урăх еннелле пăрса ячĕ:

— Чим-ха, çулçă пуçтарса пĕтерсен вутă татса çурăпăр тесе хастарлантăн мар-и?—Таранов çине ăшшăн пăхкаларĕ Сулагаев.— Апла тăк эпир пĕр вăхăтрах икĕ-виçĕ ĕç тума тăрăшăпăр — мунча хутса ярăпăр, кайран, тĕттĕмленсен, хурăн милĕкĕпе çапăнса киленĕпĕр.

Кĕçех вĕсем кил картинчи мунчара вут чĕртрĕç, хурана шыв çĕклесе тултарчĕç, ÿкнĕ çулçа хăпăл-хапăл пуçтарса пĕтерсен вутă татса çурма пикенчĕç. Пĕри — ватă, теприн чĕри ыратсах тăрать, çавна май васкамарĕç — хăйсен çеммипе ерипен ĕçлерĕç. Сарай умĕнче сапаланса выртакан метр тăршшĕ вут сыппи купи çанталăк тĕттĕмлениччен çурри таран кăна хухма ĕлкĕрчĕ…

Мунчи çав тери лайăх пулчĕ. Сиплĕ хурăн милĕкĕпе ÿт-пÿ хĕреличчен çат та çат çапăнни, яра кунах ĕçлесе ĕшенни пулăшрĕ-ши — Таранов хулари пек ыйхă килменнипе асапланмарĕ, вырăн çине выртнă-выртманах ыйха путрĕ…

10

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Кĕрхи кун ăсĕ — качча кайман хĕр ăсĕ теççĕ. Кĕрхи çанталăк хăвăрт улшăнать, çавăнпа çапла каланă-тăр ваттисем. Енер шанкăр уярччĕ, паян акă ирхине Таранова çумăр çунă сасă ыйхăран вăратрĕ. Тÿпене талккишпех тачка хура пĕлĕт хупăрланă. Витрелетсех тăкăнать çумăр — кил картинчен урамалла пăтранчăк шыв шарласа юхать. Чÿречерен пăхкаласа Таранов кăмăлсăррăн тумланчĕ: «Ир пуçланнă çумăр кун каçах чарăнмасть теççĕ. Петр Васильевич таврăнсан та мана Шупашкара кайма начар пулать капла». Хăмана кил хуçи малти пысăк пÿлĕмри тимĕр кравать çине вырăн сарса панăччĕ, хăй вара кайри пĕчĕк пÿлĕмри кăмака хыçĕнчи йывăç кравать çине çывăрма выртнăччĕ. Тахçанах ура çинче пуль-ха вăл — ĕне сумалла-çке. Чим-ха, темле юрă юрламасть-и Сулагаев? Çĕркаç мунча хыççăн сăмакунне вăл ÿсĕрличченех ĕçнĕччĕ те халь мухмăр чĕртме ĕлкĕрнĕ-ши? Таранов пÿлĕм алăкне яри уçса ячĕ:

— Игнат Петрович, юрлатăн тем? Асту: ир-ирех юрлаканăн макăрмалли тупăнать тет.

Стена çумне çакнă динамик умĕнче пуçне каçăртса тăракан Сулагаев мĕкĕлт каялла çаврăнса пăхрĕ те сехет çăмаххи пек сулкаланса илсе тăрăхла сак çине нăч ларчĕ:

— Мĕн, радиопа концерт пачĕç… Лешне, «Пурнăç курки» тенине… солистпа пĕрле хам та юрлакаларăм…— Сулагаев халь те çав юррăн пĕр çаврăмне вăйсăр, çинçе сассипе шăппăнраххăн ĕнерлекелерĕ:

Шерпет мар-çке пурнăç куркинче.

Хурлăхпа телей ун ăшĕнче.

Хурлăхĕ пулайтăр ман валли,

Юлтăр-и телейĕ сан валли…

Таранов: «Лайăх юрă ку, ĕмĕре юлмалли юрă. Вăл паян радиопа тĕнче илтмелле янранă ятпа чĕререн саламлатăп, чĕререн!»—тесе Сулагаева алă тытсах хавхалантарасшăнччĕ, анчах лешĕ аллине çурăм хыçне пытарчĕ:

— Ах, Никифор Ильич, эс ним те пĕлместĕн! Тÿррипе каласан, эп те Ямаш Ваççи пекех литературăри вăрă вĕт. Плагиат эппин.

— Ямаш Ваççине «плагиат» теме иртерех-ха, Нарспи Гавриловна сăмахĕ çавна ĕнентерекен документ мар,— хирĕçлерĕ Таранов.

— Ямаш Ваççи маншăн пурпĕрех плагиат, мĕншĕн тесен эп вăл мĕнлерех çын иккенне витĕртен витĕр пĕлетĕп.— Сулагаев хăйĕн çинче темле йывăр çĕклем пур пек пуçне лĕнчĕр усăнтарса пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр ларчĕ, сĕтел çинчи çурри таран пушаннă графинтан пĕр черкке сăмакун ярса ĕçсен тин çăварне уçрĕ:

— Сантăр куккуна астăватăн-и?

— Ăçтан астăвăм ĕнтĕ эп çуралнă çул ăна тĕрмене тытса кайнă пулсан? Вăл Сехмет Сантăркки ятпа сăвă таврашĕ чылай пичетленĕ, çавна пĕлетĕп, паллах…

…Сулагаев вара Сехмет Сантăрккине лайăхах астăвать. Иккĕшĕ вĕсем пĕрре мар тĕл пулса калаçнă. Сăвă çырасси пирки сăмах пуçлансан Сехмет Сантăркки кашнинчех çапларах такмакланă: «Çине тăр эс, Йăкăнат, çине тăрсан ĕç ăнать». Юлашки хут вĕсем вăтăр çиччĕмĕш çулхи çурла уйăхĕнче тĕл пулнă. Кунне те лайăх астăвать Сулагаев: Йÿçпени тенĕ тĕн уявне палăртнă кун. Ун чухне Сехмет Сантăркки, Шупашкарта ĕçлесе пурăнаканскер, тăван аппăшĕ (Таранов амăшĕ) патне хăнана килнĕччĕ. Сулагаев, педтехникумра вĕренекенскер, ялта каникултаччĕ. Вун улттăра çеç пулин те хăюлăхĕ çитнĕ унăн — хăйĕнчен чылай аслăрах Сехмет Сантăрккине хăйсем патне хăнана çавăтса кайнă: эрех-сăра ĕçтермех мар, хăй çырнă ăпăр-тапăра вулаттарма, паллах. Унăн сăввисене Сехмет Сантăркки пурне те тиркесе тăкнă: «Начар кусем, Йăкăнат, вĕсем к… шăлма кăна». Вăл вара лаçри сĕтел хушшине вырнаçса ларнă та Сулагаева кĕçех «Пурнăç курки» сăвă тыттарнă: «Çакăн пекрех çырмашкăн çун, çапла калать сана ман чун». Çамрăк чухне Сулагаев хăйне килĕшнĕ япаласене пурне те тирпейлĕн упрама тăрăшнă. Çапла майпа Сехмет Сантăркки сăвви те сыхланса юлнă, ăна пăхмасăр та пĕлнĕ ĕнтĕ Сулагаев. Вăрçă хыççăн пĕр çулхине Шупашкара кайсан вăл Ямаш Ваççи ĕçлекен журнал редакцине кĕнĕ. Кассан — турпас, калаçсан— сăмах теççĕ. «Палланă композитора юрă валли сăвă кирлĕ. Сан çук пуль, Микихвĕр?»—ыйтнă Ямаш Ваççи. Икĕ-виçĕ сăвă кăтартать ăна Сулагаев, анчах лешĕ вĕсене тиркет: «Юрă валли мар кусем». Юлашкинчен Сулагаев: «Пуçра ман пĕр сăвă пур. Тен, çав япала юрра юрăхлă?»—тенĕ те Сехмет Сантăрккин «Пурнăç куркине» вуласа кăтартнă. «Вăт ку лайăх!»—аллине хаваслăн сăтăркаланă Ямаш Ваççи. Сулагаев туйман: «Сăвви ку хамăн мар-ха. Сехмет Сантăркки çинчен илтнĕ-и? Çавăн».— «Кам та пулин пĕлет-и сăвви çав авторăн пулни çинчен? Çук-и?.. Апла тăк хăрама кирлĕ мар. Сехмет Сантăркки шăмми витĕр тахçанах курăк шăтса ÿснĕ…»

…Сулагаев, сив чир шăнтса пăрахнă пекех чĕтреме пуçланăскер, графинтан каллех сăмакун ярса ĕçрĕ:

— Хăрушăран хăрушă çын, чунне шуйттана сутнă çын эп пĕр шутласан. Ман çинчен фельетон та, памфлет та çырма юрать.

— Сехмет Сантăрккин оригиналĕ—«Пурнăç курки» сăввине хăй аллипе çырнă хут эппин — халь те упранать-и?

— Çав çулхинех, Шупашкартан таврăнсан вутта ывăтнă. Ямаш Ваççи çавăн пек тума сĕннĕ мана.— Сулагаев халь-халь йĕме пуçăнас пек, питне нĕрсĕррĕн пĕркелентерчĕ, шывланнă куçне ал тупанĕпе сăтăркаларĕ:—Уласа макăрас килет ман халь çамрăк чух ухмахланнăшăн, çемçешкеленнĕшĕн. Ах, самани çавнашкал пулнă çав — мĕн те пулин тăвас пулсан пуçлăхсем умĕнче йăпăлтатма, вĕсен юррине юрлама хистекен икĕ питлĕ самана. Малтан хам та суккăр çын пулнă, роман алçырăвĕпе пулса иртнĕ пăтăрмах хыççăн кăна куç уçăлчĕ. Эп çавăн чухнех хамăн чун-чĕрене хăш-пĕр кирĕкрен тасатрăм. Мĕн чухлĕ вĕсем тасалманнисем — пинĕ-пинĕпе! Ырри, таси çĕнтертĕр тесен пурин те ÿкĕнÿ витĕр тухмалла. Çапла мар-и, Никифор Ильич? Эп йăнăшатăп-и?

— Йăнăшмастăн, тĕрĕсех калатăн,— килĕшрĕ Таранов.— Чăн та, пирĕн пурин те ÿкĕнÿ витĕр тухса çылăхсенчен тасалмалла.

— Эс те, эп те ăслă, хитре, тĕрĕс сăмахсем калатпăр- ха, анчах вĕсем ытти çынсен чĕрине витĕç-ши?—иккĕленчĕ Сулагаев.— «Çылăх» е «çылăх каçарттарас» тенине никам та ăнланмасть халь. Çынсен «чунĕ» те çук тата, пире пурне те çавăн пек вĕрентнĕ, «ÿкĕнÿ» сăмах пĕлтерĕшĕ те ансăр пирĕншĕн. Эпир атеистсем, пирĕн ăш-чикре пĕвер те ÿпке, тĕрлĕрен пыршă-паршă, «чун» тени вара унта — татах калатăп — çук. Апла тăк çынсемех-и хальхи çынсем? Çук, вĕсем усалсем, шуйттансем тата…

— Тем кирлĕ-кирлĕ мара лĕпĕртетсе лариччен выртса çывăр-ха луччĕ!—кил хуçине хăтăрса илчĕ Таранов.— Эс янранине тăнла-тăнла чĕре çатăрах ыратма пуçларĕ ман.

— Пĕлетĕп санăн чĕрÿ хăçан ыратма пуçланине,— тăрăхласа кулчĕ Сулагаев.— Эп пĕр-пĕр ирĕклĕрех, çивĕчрех сăмах калатăп кăна — кăкăр таврашне хыпашлама тытăнатăн. Хăравçă çын эс, тĕрĕссипе каласан. Чехов калавĕнчи Беликов эппин.

Икĕ çын шавлăн калаçнă вăхăтра пÿрте кĕтмен çĕртен Арлашкин кĕчĕ, урайне плащ аркинчен çумăр шывĕ тумлатса алăк патĕнчех чарăнса тăчĕ. Шĕвĕр сăмсине нăш- нăш турткаларĕ: сăмакун шăршине сисрĕ пулмалла.

— Каçарăр, тархасшăн, Игнат Петрович, сирĕн пата çумăр витĕрех килсе кĕнĕшĕн,— терĕ вăл сывлăх суннă хыççăн.— Ман Никифор Ильичпа сăмах пур. Вăл пирĕн хурăнташ иккен, анне çапла калать. Эпĕ ăна хамăр пата хăнана илсе каясшăн.

Тарановран маларах кил хуçи сăмах хушрĕ:

— Аха, килтĕр-и ман пата, Арлашкин юлташ? Тахçантанпах чĕлхе кĕçтет санпа варлăн калаçасшăн, анчах эс пур — манран пăрăнарах çÿретĕн. Ирт, ирт кунтарах.— Сулагаев кĕтесри турăш еннелле пуçĕпе сĕлтрĕ:— Çавăн çине пăхса мана тÿррипе кала: Варламова эс çав кунхине чăнах эрех ĕçтернĕ вĕт?

Малалла иртсе тăнă Арлашкин вăштах каялла чакрĕ, аллипе алăк хăлăпĕнчен тытрĕ:

— Шупашкартан килнĕ çын умĕнче мана тасаран варалама ан тăрăшăр, тархасшăн. Эп Варламова эрех ĕçтерменнине правленирисем те, районтисем те пĕлеççĕ. Пурхилене тÿрре кăларас…

— Ан асăн ывăлăм ятне!—тайкалана-тайкалана ури çине çĕкленчĕ Сулагаев.— Марш кунтан! Атту…

Вĕлт! кăна çенĕкелле сирпĕнчĕ Арлашкин.

— Çилсĕр çил арманĕ авăртмастăн-и капла?— ÿпкелешрĕ Таранов.— Çын ырă шухăшпа килнĕ тен?

— Пĕлетпĕр эпир: мĕнлерех ырă шухăш Арлашкинăн,— витлешрĕ Сулагаев.— Районтан е урах çĕртен унăн ĕçне-хĕлне тĕрĕслеме килекенсемпе вăл пуринпе те «хурăнташланма» тăрăшать. «Хурăнташланать» те хăналать. Хăналаннă çын чĕлхи çемçелет, çавна пĕлет, мур илесшĕ. Эс Кермăнпа тем калаçнине сиснĕ пуль-ха, çавăнпа тапса килчĕ кунта.

Таранов ÿсĕр çын сăмахне питех хăлхана чикмерĕ, ăна лăплантарма тимлерĕ, вырăн çине хăваларĕ: «Çитет кун чухлĕ ĕçсе, çитет, сăмакунне мухмăр валли хăвар». Аран-аран ÿкĕте кĕчĕ Сулагаев. «Эп, чăнах та, ÿсĕрĕлтĕм»—тесе кăмака хыçĕнчи кравать çине кайса выртрĕ, тÿрех хуп турттарма тытăнчĕ. Çуралнăранпах ялта пурăнакан çын тарăн ыйхăра та кил таврашĕнчи ĕç çинчен шухăшлать пулмалла, кирлĕ вăхăтра самантлăх та пулин вăранать, çавна асăрхарĕ Таранов. Вил ÿсĕрле çывăрма выртрĕ ĕнтĕ Сулагаев, çапах та кăнтăр иртсен вăл ури çине йăраланса тăчĕ: «Ара, сыснасене апат памалла-çке!» Урăлсах çитейменскер, тайкалана-тайкалана илсе кил картине васкарĕ. Лаçра газ плити çинче ăшăтса икĕ сыснине çĕр улмипе кăшман нимĕрĕ çитерчĕ. Çав вăхăтра ялта кĕтÿ кĕртрĕ: пĕр лăпланса, пĕр вăйланса çаплах çумăр çапăнать те, яра куна улăхра çÿреме кĕтÿçĕсене те, выльăх чĕрлĕхне те кансĕр. Ĕнине картана хупсан Сулагаев пÿрте кĕчĕ те: «Эп ирхине аш яшки пĕçернĕччĕ, эс ăна ăшăтса çинĕ пулас-ха, апла тăк выçсах вилместĕн, Никифор Ильич»,— терĕ те пĕр черкке сăмакун ĕçсе каллех вырăн çине тÿнчĕ. Каçхине ялти çынсен ĕне çумалла, çав тĕлелле Сулагаев ура çинчеччĕ ĕнтĕ. Малтанах сыснисене витерен кăларса апат пачĕ, кайран ĕне сурĕ, пÿрте пĕр бидон ăшă сĕт çĕклесе кĕчĕ:

— Юлашки çулсенче эрехпе, сăмакунпа, чăнах та, туслах мар иккен эс, çакна та пулин ĕç эппин.— Хăй графин тĕпне «тарнă» сăмакуна пĕр черкке сăрхăнтарчĕ:— Елĕк вара иксĕмĕр чанклаттара-чанклаттара яра панă, ыталаша-ыталаша юрланă. Пĕр чипер инке патне улаха та пĕрле кайнăччĕ пулас, Таиç ятлăччĕ-и вăл?

— Ан тапрат-ха тахçанхине, ÿсĕр пуçпа тем те хăтланнă-тăр,— кăмăлсăрланчĕ Таранов.— Вăл шухăш мар-ха ман халь. Петр Васильевич таврăнать-и, таврăнмасть-и — ыран пурпĕрех Шупашкара вĕçтерес тетĕп. Анчах çумăрĕ еплерех тăкать авă! Шоссе çине тухма хĕн килет.

Çут çанталăк Таранова хĕрхенчĕ тейĕн — çĕр варринче шăнкăрах уяртрĕ. Ирхине ыйхăран вăранса куçне уçсан ăна пÿрт тулли хĕвел çути савăнтарчĕ. Вăл «Пирĕн урам анаталла» юрă кĕввине шăхăркаласа хаваслăн тумланчĕ те кайри пÿлĕме тухрĕ. Турăш кĕтессинчи сĕтел çинче графин таврашĕ çук, ăна çĕнĕ виткĕчпе витнĕ. Кил хуçи тĕкĕр умĕнче хĕрлĕ кĕреçе сухалне турапа тураса якаткалать.

— Вăрантăн-и, чиперех çывăртăн-и?—хула çыннине кăмăллăн сывлăх сунчĕ Сулагаев. Хăй вара ун çине чеен куларах пăхкаларĕ:—Критикăран никам та хăтăлаймасть, кама та пулин критиклекене хăйне те йĕплĕ сăмах çакланать. Икĕ кун хушши эс мана сăмакун нумай ĕçнĕшĕн критиклерĕн, сана хăвна вара Шупашкарти юлатушсем «Киремет тытамакĕ» калавшăн критиклеççĕ.

— Ку мĕнле шÿт тата?—тĕлĕнчĕ Таранов.— Вĕсемпе тĕлĕкре тĕл пулса калаçрăн-и?

— Çавна куратăн-и?—динамикне тĕллесе кăтартрĕ Сулагаев.— Республикăра тухакан хаçатсен паянхи номерĕсенче мĕн-мĕн пурри çинчен каласа панине тăнларăм. Пĕр хаçатра литература пирки темле статья çапăннă. Ăна иккĕн çырнă. Пĕри — Саркай, теприн ятне уçăмлăн илтсе юлаймарăм. Таранов калавĕ йăнăш шухăшлă тени çеç хăлхана лайăхах кĕрсе вырнаçрĕ.— Сулагаев хăна писатель пăлханса, шикленсе ÿкнине кура статьян пĕр авторне Саркая тиркеме тытăнчĕ:—Ăна хăйне пĕçеркке кирлĕ, хăйне! Мускавра мĕнле те пулин постановлени йышăнаççĕ кăна— çавăнта кăтартнисем пурте тĕп-тĕрĕс пулнă пек ĕнентерме тăрăшса Саркай тÿрех роман çырса кăларать. Çавăн пек романсем унăн вуннăран та иртрĕç пулас. Геройсем вара çĕр çинчи çынсем мар, пĕлĕт çинчи пирĕштисем. Вĕсене вăл паттăрсем тет-ха, вулакансене вара тăм пăшалсем тет-ши?

Таранов кил хуçи сăмахне сахал тăнларĕ. Унăн чĕрине тахăшĕ тутăхнă пăта тăрăнтарчĕ тейĕн — ыратать те ыратать, эмел ĕçни те сахал пулăшать, пуçне вара шухăш хĕскĕч пек хĕстерет. «Мĕнле йăнăш тупнă-ши кусем?» Калавне вăл пурнăçра чăн пулнине тĕпе хурса çырнăччĕ…

…Май пуçламăшĕнчи шăнкăр уяр кун. Урамра вĕтĕр- шакăр ача-пăча йышлă. Вĕсем çырмари пĕве хĕррине анакан тăкăрлăк тĕлĕнче пытанмалла выляççĕ. Çанталăк çуллахи пекех ăшă. Ачасем кĕпе те шăлавар тăхăннă, чылайăшĕ çара уран. Кунта Микихвĕрпе Якур та пур. Пĕри— çиччĕре, тепри—улттăра. Вĕсене йĕппе çиппи тейĕн, кÿршĕсем пулнă май яланах пĕрле çÿреççĕ. Пытанмалла вылякансем хушшинче иккĕшĕ чи пĕчĕккисем, ыттисем вĕсенчен пурте аслăрах.

— Айтăр Пайкаш уйне уксăм[iii] пуçтарма!—кăшкăрчĕ тахăшĕ.— Киле кĕрсе хутаç илсе тухăр! Уксăм вăл — хир суханĕ. Çулçи унăн ыхра çулçи евĕрлĕрех, анчах унран тутлăрах. Çуллахи вăхăтра чечекĕ сĕре хитре çав курăкăн: роза пек чăмăркка, хĕрлĕ кăвак тĕслĕ. Ял çынни ăна чечекĕшĕн мар, çуркунне çĕр шăтарса тухакан сиплĕ ешĕл çулçишĕн хисеплет. Вăл ал айĕнче пур чухне кукăлĕ те, икерчи те, яшки те тутлăрах, ырă шăршăллăрах пиçеççĕ. Çавăнпа пулĕ ĕнтĕ амăшĕсем Микихвĕрпе Якура Пайкаш уйне уксăм татма кайма чармарĕç. Çамкаран таккаса тенĕ пек çапла кăна асăрхаттарчĕç:

— Ытти ачасенчен таçталла уйрăлса ан кайăр, вĕсемпе пĕрлех çÿрĕр. Шыва кĕме ан шутлăр тата — унта вутăш тытать, хăйĕн патне, шыв тĕпне, илсе каять. Вăрмана та ан кĕрĕр, унта арçури аллине çакланатăр.

Пайкаш уйĕ, юхан шыв леш енчи сăртри икĕ пĕчĕк вăрман хушшинчи çара вырăн, ялтан ал тупанĕ çинчи пекех курăнать, анчах унта çитме икĕ çухрăм майлă. Уксăм Пайкаш уйĕнче кăна ÿсет те, çул çывăх маррине пăхса тăма çук, çавăнтах каймалла. Вĕтĕр-шакăр ача-пăчашăн икĕ çухрăмри вăрман та, уксăм ÿстерекен уй та — юмах тĕнчи, илĕртÿллĕ тĕлĕнтермĕш. Микихвĕрпе Якур хăйсенчен аслăрах юлташĕсем хыççăн хавассăн чупрĕç. Ансăр урапа çулĕ вĕсене шыв арманĕ патне илсе çитерчĕ. Валак çинчен шыв сикнипе хăнтăрт-хăнтăрт çаврăнать хальччен курман пысăк урапа. Кĕпер урлă улăхалла каçсан текерлĕксем[iv] тĕлĕнтерсе пăрахрĕç: мăйракаллă иккен ку кайăксем. Тĕввиклете-тĕввиклете пуç çине анса лараслах явăнаççĕ.

— Таçта çак тĕлте ку кайăксен йăви пур ĕнтĕ,— тавçăрса илчĕ пĕри.— Тавай, çăмартисене шыраса тупас!

— Юрамасть ун пек хăтланма!—чарчĕ тепри.—Унăн çăмартине аллупа тĕкĕн çеç — вăл сан пуçна мăйракипе сĕксе шăтарĕ, асанне çапла калать.

Ачасем текерлĕк çăмартине шырама Шикленчĕç — тихасем пек ĕрĕхсе сăрталла хăпарчĕç. Кивĕ хăмăл хушшинче пĕри уксăм тупрĕ, тепри. Ута-ута шырамалла иккен çав сиплĕ курăка — пĕр вырăнтах тăрса тупаймастăн: ачасем тĕрлĕ еннелле сапаланса кайрĕç. Уксăма Микихвĕрпе Якур амăшĕсем вĕрентнĕ пек тирпейлĕн пухма тăрăшрĕç. Ывçă тулли пухаççĕ те çиппе çыхса хутаçа хураççĕ. Çапла майпа вĕсем виçĕ-тăватă çыхă турĕç-и — çывăхрах аслати хаяррăн кĕмсĕртетрĕ, вăрман хыçĕнчен хура пĕлĕт упа пек йăраланса тухрĕ,

— Ай-уй, аслатиллĕ çумăр килет!—çухăрса ячĕç иккĕн- виççĕн пĕр харăс.— Киле, киле хăвăртрах тармалла пирĕн.

Хура пĕлĕт хĕвеле çăтса яманччĕ-ха, тавралăх çутăччĕ, аслати те хуллен-хуллен çеç кĕмсĕртеткелетчĕ, çиçĕм те çипрен çинçеччĕ, çавăнпа пулĕ ĕнтĕ пысăкрах ачасем малтанласа хăвăртах чупмарĕç, вĕсене Микихвĕрпе Якур чиперех ĕлкĕрсе пычĕç. Кĕпер урлă каçса урапа çулĕпе ял еннелле нумаях та чупайманччĕ — çанталăк нÿхрепри пек тĕттĕмленчĕ, кĕçех пăр пек сивĕ çумăр йăтăнса анчĕ. Пысăкрах ачасем ялалла пĕр-пĕринпе ăмăртсах ыткăнчĕç, часах курăнми пулчĕç. Микихвĕрпе Якур уй варринче иккĕшĕ кăна тăрса юлчĕç. Çанталăкĕ вара урса кайрĕ тейĕн: çине-çинех çиçĕм чăлтăр та чăлтăр ялкăшать, хура пĕлĕте татăкăн-татăкăн вакласа вут çĕлен пек авкаланать, аслати татти-сыпписĕр хăнтăртатать. Якур питне-куçне икĕ аллипех хупласа лĕнчĕр кукленсе ларчĕ, йĕме тытăнчĕ:

— Хăратăп… Хăратăп… Аçа çапса пăрахать, çиçĕм çунтарса ярать мана…

Микихвĕр асли пек пулса хăйĕнчен пĕр çул кĕçĕнрех тусне йăпатма пикенчĕ: «Аçа сана çапмасть, эс карттуспа-иç, çара пуçăн мар». Вăл куççульпе çумăр тумламĕсене çăта-çăта Якура çурăмĕнчен тĕрткелерĕ: «Айта ял еннелле чупатпăр, айта тетĕп!» Çав самантра çывăхра-çывăхрах, икĕ-виçĕ утăмрах тенĕ пек, куçа шартса çиçĕм ялтăртатрĕ, çĕре кисрентереслех аслати чăрăнт та чăрăнт чăрăнлаттарчĕ. Якур шари! çухăрса ячĕ те урапа çулĕ айккинчи çурхи шыв çурса кайнă Тарăнах мар шырлана ÿппĕн хутланса выртрĕ, çапла майпа аслатипе çиçĕмрен пытанма шутларĕ пулмалла. Микихвĕр, витĕрех йĕпеннĕскер, шăнса кайнипе сиксех чĕтрекенскер, тусĕ темле йăлăнсан та ÿкĕте кĕменнине кура ял еннелле пĕчченех йĕре-йĕре чупрĕ. Укăлчара ăна, пылчăклă çул çинче темиçе хутчен шуçа-шуçа ÿкнипе куç-пуç курми лапăртанса пĕтнĕскерне, хăйĕн амăшĕпе Якур амăшĕ хирĕç пулчĕç. Ывăлĕсене шырама тухнă-мĕн вĕсем. Микихвĕре амăшĕ тÿрех килнелле çавăтса кайрĕ. Якур амăшĕ çул çинче мĕн пулса иртнине пĕлсен ывăлĕ выртса юлнă çĕрелле ахлата-ахлата васкарĕ. Тепĕр куннех илтнĕччĕ Микихвĕр: амăшĕ чупса çитнĕ чух Якур шырлантах выртнă иккен: хăйĕн урлă пăтранчăк шыв юхнă имĕш: темле антăхса кайман, мĕскĕн. Ÿпкене илмелĕхех хытă шăннă Якур çавăн хыççăн хĕне кайрĕ, пĕр хушă больницăра та выртрĕ, анчах ниепле те ураланаймарĕ — çырла пиçнĕ вăхăтра вăл вилчĕ. Ăна пытарнă хыççăн тем вăхăтран пĕр кунхине Тарановсем патне Çеклепи кинеми пырса кĕчĕ. Ун пирки ялта тĕрлĕрен калаçакан пурччĕ: пĕрисемшĕн вăл — тухатмăш карчăкĕччĕ, теприсемшĕн — юмăç карчăкĕччĕ. Унран чылайăшĕ шикленетчĕ. Ватăран та ватăччĕ Çеклепи кинеми, сакăр вуннăран иртнĕскерччĕ. Çÿллĕччĕ, хытканччĕ. Кукăр авăрлă пăхăр чĕлĕм туртатчĕ. Тарановсем патне пырса кĕрсе Микихвĕр амăшĕпе хайхискер чылайччен калаçса ларчĕ.

— Пысăккисен çылăхĕ пĕчĕккисене, тап-таса чунлисене, инкек кăтартать. Вилчĕ вĕт Якур, вилчĕ. Ăна киремет тытамакĕ вăхăтсăрах леш тĕнчене ăсатрĕ, урăххи мар,— кукăр авăрлă чĕлĕмне пак та пак паклаттарчĕ Çеклепи кинеми.— Астăватăн-и, тăхлачă, армана каймалли çул хĕрринче киремет хурами пурччĕ? Хăш-пĕр турачĕсем хăрнăччĕ, пурпĕрех кашни çуркуннех çулçă кăларатчĕ. Ăна ялта калхус тунă хыççăн вутлăх касса тирпейлерĕç. Трактăра уйра ирĕклĕн сухалама чăрмантарать текелерĕç. Чÿк тумалли сăваплă вырăна лапăртарĕç те, ăçтан киремет тытамакĕнчен хăтăлăн? Якур кăна мар, ыттисем те пĕрин хыççăн тепри вилеççĕ акă. Хамăр турăсене мантăмăр, çавăнпа эпир майĕпен пурте вилсе пĕтетпĕр.

Татах мĕн те пулин каланă пуль-ха çавăн чух Çеклепи кинеми, анчах унăн сăмахне Таранов халь пĕтĕмпех астумасть. Астуса юлма та тăрăшман паллах. Çав карчăка хăйне те, тахçанах çĕре кĕнĕскере, манса кайнăччĕ вăл. Ăна çеç-и, ача чухнехи тусне Якура та маннăччĕ темелле: çав икĕ çын çĕр çинче пурăннă е пурăнман-и, уншăн пурпĕрех пулнă — вĕсене нихçан та аса илмен. Вăхăтсăр вилнĕ çап-çамрăк ачапа ватăран та ватă карчăка Таранов хăçан аса илчĕ тетĕр? Вилĕмпе пурнăç хушшинче нушаланнă чух! Иккĕмĕш инфаркт хыççăн больницăра вăл çур çула яхăн выртрĕ. Сывалас шанчăк сахалччĕ унăн малтанхи уйăхсенче — вилĕм кайăкĕ сăмси çинчех ларнă. Тапхăр-тапхăр Таранов йĕрес патнех çитнĕ: «Мĕншĕн çамрăклах вилмелле-ха ман, мĕншĕн? Кама çĕр çĕклейми усал тунă эп, ăçта çылăха кĕнĕ?» Çавнашкал тертлĕ, асаплă вăхăтра ĕнтĕ Таранов хăйĕн ача чухнехи тусне аса илчĕ: «Чим-ха, чим, вăл çамрăклах вилнĕшĕн эпĕ айăплă мар-и? Çапла, чăнах айăплă». Якур аçа-çиçĕмрен хăраса шырлана кĕрсе выртсан Тарановăн яла мар, ялтан икĕ хут çывăхарахри арман пÿртне чупас, унта мелник пулнах ĕнтĕ. Çумăр шывĕ капланса аниччен шырлантан çĕклесе кăларса арман пÿртне çавăтса килнĕ пулсан Якур ÿпки шăнса пăсăлмастчĕ паллах. «Каçар мана, ача чухнехи тусăм, пĕр пысăк çылăхшăн. Каçар та кăшт та пулин çăмăллăх пар»,—тархасларĕ Таранов. Больницăран тухсан икĕ çула яхăн Якур вилĕмĕ çинчен шухăшласа çÿренĕ хыççăн пĕлтĕр вăл «Киремет тытамакĕ» калав ăсталарĕ, унта вăл хăй ача чух уксăм татма кайсан мĕн пулса иртнине аса илсе халĕ еплерех асапланни çинчен çырса кăтартрĕ. Икĕ критик çав калавра йăнăш шухăшсем шыраса тупнă ав…

…Ялта, кирек хăш енчен пăхсан та, хуларинчен урăхларах пурнăç çав: Таранов çурмалла çурăлса каясла хыпкаланнă пулин те хул пуççи урлă хулăн сумка çакнă хĕрарăм почтальон урамра кăнтăр çитеспе тин курăнчĕ. Кĕçех пÿрте Сулагаев пĕр çĕклем хаçат-журнал çĕклесе кĕчĕ. Алăк сули урлă каçнă-каçманах писатель хăнана лайăх хыпар пĕлтерме васкарĕ:

— Ман хăта, Петр Васильевич, таврăннă пулмалла Шупашкартан. Хăйсен тĕлĕнчи çăлтан шыв ăсать, çавах пуль терĕм.

Халь Тарановшăн Петр Васильевичран ытларах хаçат хаклăрах, анчах чăвашли чи малтан Сулагаев аллине çакланчĕ.

— Хăни кил хуçи хыççăн тин вулать, ман çавнашкал саккун.— Сулагаев хаçатри статьяна хăвăрт-хăвăрт пăхкаласа Таранов калавĕ пирки çырнине шыраса тупрĕ те кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ:—Ха, еплерех пакăлтатаççĕ, мурсем!

— Мĕн унта?—аллине хаçат еннелле тăсрĕ Таранов.

— Нимех те мар,— куçлăхне тÿрлеткелерĕ Сулагаев.— Сан калавунта çакăн пек çырни пур: «Çĕр çинче çынсем мĕнлерех пурăннине таçта çÿлте-çÿлте такамсем сăнаса тăраççĕ пуль: кама та пулин инкек кăтартакана хăйне те пурăна киле мĕнле те пулин инкекпе антăхтараççĕ». Ку туйăм пирки статья авторĕсем ак еплерех шăл йĕреççĕ: «Таранов шучĕпе, таçта çÿлте турăсем пурăнаççĕ пулас, анчах пирĕн космонавтсем вĕсемпе тĕл пулни çинчен ку таранччен пĕр интервью та паман-ха».

— Редакци сотрудник кĕскетесшĕнччĕ çав йĕркесене, пустуях килĕшмерĕм,— пăшăрханчĕ Таранов.— Атте çапларах каланăччĕ те пĕррехинче, çавăнпа хăварас тесе çине тăтăм. Хăш чух мана хама та çĕр çинче пурăнакансене çÿлте такамсем сăнаса тăнăн туйăнать.

— Ырă, пархатарлă туйăм вăл, ман шутпа. Ун пекки кашнин чун-чĕринчех йăва çавăрас пулсан пурнăç пирĕн илемлĕрех, хаваслăрах, пуянрах пулĕччĕ, усал ĕç тăвасран сыхланĕччĕç çынсем.

Сулагаев пĕрре калаçа пуçласан пулемет пек татти-сыпписĕр шатăртаттарма пултарать, çавна май Таранов ăна çурма сăмахрах пÿлчĕ:

— Тата мĕншĕн çунтарнă мана?

— Чăваш туррисене чĕртсе тăратасшăн имĕш — çавăншăн,—куларах хуравларĕ Сулагаев.

— Мĕн терĕр?—хыпăнса ÿкрĕ Таранов.— Çук ун пек шухăш ман калавра, çук.

— Тÿррĕн каламан та, анчах çав шухăша эсĕ Çеклепи кинеми сăмахĕ урлă систернĕ. А мĕн, ман шутпа, тĕрĕс шухăш вăл!—пуçне ялт! çĕклерĕ Сулагаев.— Таçта эп вуланăччĕ: «Хăйĕн туррисене вĕлернĕ халăх юлашкинчен хăй пĕтет, çĕр çинчен çухалать»,—тесе çырнăччĕ пĕри. Эпир, чăвашсем, шăпах çавăн пек халăх. Колхозсем йĕркелени те унăн чун хавалне чылай хавшатрĕ паллах. Пирĕн халăхăн мĕнпур философийĕ çĕрпе çыхăннă вĕт, ăна вара сасартăк çĕртен уйăрчĕç. Халь вăл çĕр хуçи мар, çĕр тарçи кăна. Тарçă-тĕрçĕрен вара пархатар тени ĕмĕртен сахал.

Çенĕкре Арлашкин е урăххи кам та пулин вăрттăн тăнласа тăнă пек туйăннăран Таранов пÿрт алăкне уçса пăхрĕ те: «Сан лекцие итлесе ларма вăхăт çук—Петр Васильевича тĕл пулса калаçмалла та пиллĕкре Шупашкара каякан автобуса ĕлкĕрмелле»,—тесе кил хуçи аллинчен хаçата кăрт туртса илчĕ, статьяна хăвăрт кăна вуласа тухрĕ. Унта Потаповăн юлашки вăхăтра журналсенче пичетленнĕ сăввисене каçса кайсах мухтанă. Сăввисем, чăнах та, лайăх-ха унăн, ырлама юрать. Таранова урăххи тĕлĕнтерчĕ: статья айĕнче Саркай ячĕпе юнашар — Мерчен Мишши ячĕ! Хайхискер икĕ кун каялла автовокзалта тĕл пулнă чух Саркайпа Потапова айăн-çийĕн тустарчĕ темелле — халь вара пĕринпе пĕрле статья çырать, тепринпе сăввисене пĕлĕте çĕклет. Шухăшĕ пачах тепĕр майлă. Мĕншĕн çав териех хăвăрт улшăннă-ха Мерчен Мишши? Хăвăртрах Шупашкара çитмелле, анчах унта çул тытиччен…

…Ĕнер яра кунах çумăр лÿшкетнĕрен урам хушши пылчăклă. Таранов тасарах, типĕрех вырăн шыра-шыра анаталла вăтанарах утрĕ: кашни пÿрт чÿречинченех ун çине кам та пулин пăхать пек, кашниех çапларах шăл йĕрет пек: «Аха, сире те пĕçерккĕ лекрĕ-и! Эсир те йăнăшатăр иккен!» «Шухăш-туйăм лăпкă мар чух асăрханарах утаймастăп— Петр Васильевичсен тĕлне çитиччен Таранов икĕ пушмакне те пылчăкпа варалама ĕлкĕрчĕ. «Сире пула сиксе тухрĕ ку мăшкăл, пĕтĕмпех сире пула!—пушмакĕ вараланнăшăн та хаçатри статья авторĕсене ÿпкелерĕ Таранов. Хапха алăкне шикленерех уçнă чух та вăл Саркайпа Мерчен Мишшине аса илчĕ: Петр Васильевичăн чарусăр йытти хальхинче те çав икĕ эсремет пекех хаяррăн хамлатма тытăнать ĕнтĕ». Хапха алăкне ют çын уçсан яланах вĕрмелле — ĕçĕ çавă унăн. Чăн та, Таранова халь те йытă хамлата-хамлата саламларĕ, анчах хăй курăнмарĕ: ăна хуçи ампар хыçне сăнчăрне кĕскетсе кăкарнă- тăр. Пылчăклă пушмакне çенĕке хывса лартса чăлха вĕççĕн юлнă Таранов хăвăртрах пÿрте кĕме хыпаланчĕ: йытă ăнсăртран сăнчăртан вĕçерĕнсе хăйне ан тапăнтăр тата! Пÿрте кĕрсен Таранов алăк патĕнчех чарăнса тăчĕ:

— Чиперех-и? Эп çитрĕм акă.

Пÿлĕмĕн урам енчи пĕр кĕтессинче типтерлĕ пĕчĕк çÿлĕк, ун çине телефон аппарачĕ вырнаçтарнă. Аллине трубка тытнă Петр Васильевич, алăк еннелле çурăмпа тăраканскер, пÿрте çын кĕнине те сисмерĕ. Калаçăвĕ те хĕрÿллĕ пулмалла тата.

— Çук, килĕшмеллех, Виктор Саввич, килĕшместĕ- пех, тем тесен те килĕшместĕпех. Ан тив, Арлашкинах ĕçлетĕр. Мĕн тетĕр?—трубкине хăлха патнерех тытрĕ Петр Васильевич.— Механизаторсем митингпа, демонстраципе хăратаççĕ-и? Мĕнле экстремист хĕтĕртет? Ах, Кермăн «экстремист» иккен сирĕншĕн! Мĕскер, мĕскер? Арлашкина хăйне ĕç инженерне лартасшăн-и? Тем, пăтă пиçет-и апла? Юрĕ, пырăп. Анчах куçа-куçăн калаçсан та ман шухăш улшăнмасть пуль. Çук, çук, машина кирлĕ мар. Ыран ир çуранах çитĕп.

Петр Васильевич трубкине телефон аппарачĕ çине хучĕ те, Таранова асăрханăскер, ун çине çивĕчреххĕн пăхрĕ:

— Мĕнле майпа кунта эсир?

— Акă «мĕнле майпа»!—телеграмма кăларса кăтартрĕ Таранов.— Виççĕмĕш кун кĕтетĕп сана.

— Ку япалана эп çаптарман!—телеграммăна каялла тыттарчĕ Петр Васильевич.— Э-э, кÿршĕри Кермăн ĕçĕ мар-и ку? Вăл сирĕнпе мĕнле те пулин тĕл пулса калаçма хыпкаланса çÿретчĕ. Пăх-халĕ, мĕнлерех чее меслет шыраса тупнă, ман ятпа усă курнă. Эп — ăна!

— Юрĕ-çке, пуршăн-çукшăнах чĕрре ан кĕр. Ачи аптрамасть пек туйăнать тата,—кÿршĕри хусах качча хÿтĕлерĕ Таранов.— Вăл телеграмма çаптарни пĕр енчен лайăх та — пирĕн иксĕмĕрĕн чуна уçса калаçма пысăк сăлтавах пур. Эс вара мана çаплах ура çинче тăрататăн. Ларма та юрамасть-им?

— Ларнăшăн пукан е диван çĕтĕлмест-ха. Ларăр эппин, ларăр,—ирĕксĕртереххĕн сĕнчĕ Петр Васильевич.

Таранов шлепкине хывса пăтана çакрĕ те плащ тÿмине вĕçертсе диван çине ларчĕ:

— Яла килсе пĕр хитрех мар сăмах илтрĕм. Сан арăмна хулана эп вăрласа кайнă имĕш. Тăватă çула яхăн курман ăна, тăватă çула яхăн.—Сасартăк — «вăрласа кайнă!» Кулăшла ку.

— Сирĕншĕн кулăшла пулĕ те, маншăн — макăру. Пĕр-пĕччен тăрса юлтăм пăрахут пек пысăк пÿртре, пĕр-пĕччен.— Петр Васильевич, лутрарах тулли кĕлеткеллĕскер, вăр çаврака пысăк пуçлăскер, пÿлĕмре кăлтăрмач пек çаврăнкаларĕ те диван çине Тарановпа юнашар пырса ларчĕ.— Кĕçĕн ывăлăм кăçал аттестат илчĕ, университета электротехника факультетне вĕренме кĕчĕ. Маншăн вăл пĕтрĕ — амăшĕн аллине çакланчĕ: канмалли кунсенче те киле таврăнмасть. Инженера вĕренсе тухсан вăл яла ĕçлеме килет-и?—тĕлĕкре те ан тĕллен. Пурăна киле ялта та пĕр-пĕччен тăрса юлăп…

— Мĕншĕн апла калатăн эс?— иккĕмĕш сыпăкри тăванне айăкĕнчен чавсипе тĕртрĕ Таранов.— Ялта сан уйрăлса тухнă ывăлупа кинÿ пур-иç! Вĕсем таçта хăнана кăна кайнă пулас.

— Ах, апла мар çав,— ахлатрĕ Петр Васильевич.— Саратов облаçĕнчи пĕр колхозра кинĕн аппăшĕ ĕçлесе пурăнать. Вăл йăмăкĕ патне «кунти пурнăç хамăр енчипе танлаштарсан пин хут лайăх» тесе çыру çырчĕ те, кинĕн çеç мар, ывăлăн пуçĕ те арпашăнчĕ. «Мĕнле, чăнах лайăх- ши унта?»—çав шухăшпа инçе çула кайнăччĕ вĕсем. Паян ывăлăмран çыру илтĕм. Килĕшнĕ иккен çавăнти пурнăç ăна. Куçса пынă-пыманах хÿхĕм хваттер параççĕ имĕш. «Машина туянмалăх укçа пухатпăр та тăвап ялах таврăнатпăр»,—çапла çырать-ха ывăл, анчах пĕрре ялтан тухсан каялла çул шыракан сахал.

— Вĕсене ху туянса панă çурт-йĕре кăна ан суттар, таврăнаççех вĕсем яла, таврăнаççех. Кĕçĕн: ывăлу пирки те питех ан кулян. Таçта çавăрса çитерет-ха ăна пурнăç урапи: те чикĕ леш енне, те хăй çарран чупса çÿренĕ çеремлĕ урама?—Таранов диван çинчен тăчĕ, сехечĕ çине пăхса илчĕ:— Пиллĕкри автобуса ĕлкĕрмелле-ха ман, васкатăп. Акă мĕн, Петр Васильевич, тархасшăн, мана Инессăшăн ан айăпла. Вăл Шупашкара куçса пынине, унта хваттер туяннине яла килсен тин пĕлтĕм.

— Çапла пулĕ те, анчах та Инесса сана çамрăк чухне те юратнă, халь те юратать,—терĕ Петр Васильевич хула çынни çине тÿррĕн пăхма хăяймасăр куçне аяккалла тартса.— Манпа вăл ку таранччен ачасемшĕн кăна пурăннă, юратса мар. Ун чухне эп ăна ирĕксĕрлесерех майлаштарнă тÿррипе каласан. Нит тени сахалтарах пулнă, çавă пăтраштарнă пуçа. Пăхман хĕвеле вăйпах пăхтараймăн. Эс те пулин ырă çын пул Инессăшăн, манран чару çук…

Автобусра çын йышлах мар, пушă вырăнсем те пур. Таранов çемçе ларкăч çинче пĕчченех саркаланса ларать, хуларан яла килнĕ чухнехи пек Саркайăк «Паттăрсем» романне вуласа чăрмантаракан хĕрарăм таврашĕ çук, шухăшлама ирĕклĕ…

…Сулагаев вăйпа тенĕ пекех пĕр сумкине — сап-сарă пан улми, теприне шултра çĕр улми тултарчĕ те пĕччен йăтса утма йывăр тесе Таранова шоссе хĕррине çитичченех ăсатма пычĕ. Кунта вĕсем çур сехет майлах калаçса тăчĕç.

— «Пурнăç курки» юрă ултавлăрах майпа, кун çути курни çинчен сана те каласа кăтартрăм, те — çук, лайăххăн астумастăп,—именерех сăмах пуçарчĕ Сулагаев,— Ытлашширех ĕçсе пăрахрăм çавăн чух.

— Ÿсĕр пулин те, тахçанхи пăтăрмах çинчен йĕркеллех каласа патăн, йĕркеллех,— терĕ Таранов.— йĕрсе те илтĕн.

— Апла тăк мĕншĕн эс «Пурнăç курки» пирки çăвара шыв сыпнă пекех шăпăрт?— куçне чарчĕ Сулагаев.— Ыйтса пĕлмелли ним те çук-им?

— Пĕлетĕн-и, Игнат Петрович, эп çакна асăрханă: хăшпĕрисем ÿсĕрле мĕн те пулин пакăлтатнине урăлсан шалт тунаççĕ, «ара, эс чăнах çавăн пек пакăлтатрăн-иç» тесен чĕрре кĕрсех харкашма тытăнаççĕ.

— Ун пеккисем пур-ха, анчах ман урăлла та, ÿсĕрле те пĕр сăмах, ăна вылятма юратмастăп!—тарăхрĕ Сулагаев.— Эс ĕненместĕн пулсан «Пурнăç курки» юрă пирки калани пĕтĕмпех тĕп-тĕрĕс тесе асаттесем-асаннесем пек çĕр çыртса тупа тума та хатĕр. Тахçантанпах асаплантарать мана çамрăк чухнехи йăнăш. Эп эрех ĕçнин çĕр те пин сăлтавĕнчен пĕри çавă та пулĕ. Пăшатан миххе шă- таратех теççĕ. Çавăн пекрех пулчĕ-ши ман: ултава пытарса усрама вăй çитереймерĕм. Эс Сехмет Сантăрккин тăванĕ тата. Сан умра та ман пысăк айăп пур пек туйăнчĕ.

— Чун-чĕрÿне тасатма нит хистенĕ сана, эп Сехмет Сантăрккин тăванĕ пулни мар. Нит — вăйлă туйăм. Вăл çынна кăна-и, тĕнчене тĕрлĕ йăх-яхран тасалма пулăшать!—Таранов хăйĕн шухăшĕпе хавхаланса çил арманĕ майлах хăлаçланчĕ:— Пĕлетĕн-и, Игнат Петрович, ман тепĕр чух Достоевскипе тавлашас килет. Унăн çакăн пек сăмах пур: «Илем тĕнчене çăлать». Эп вара урăхларах шухăшлатăп: «Нит тĕнчене çăлать».

— Шухăшĕ ку лайăх-ха, анчах шухăшланипе çеç ним те тăваймастăн, ĕçĕ кирлĕ,—тиркешерех асăрхаттарчĕ Сулагаев.— Шухăш шурта, хăй таçта тенĕ ваттисем. Тата акă мĕн: сан сăмаху —«нит тĕнчене çăлать» тени — Достоевский каланинчен вăйсăртарах, ансăртарах. Унăн «илем» сăмахĕ питĕ анлă пĕлтерĕшлĕ пек туйăнать. «Илем» тенĕ чух вăл пĕр-пĕр хĕрарăмпа вăрман, юхан шыв е каçхи уйăх çутин илемне кăна асра тытман-тăр. Илем уншăн — çынсен чун-чĕрипе ĕçĕ-хĕлĕ, халăх йăли-йĕрки тата общество тытăмĕпе патшалăха ертсе пыракансем лайăххи еннелле улшăнса пыни те. «Илем» тенĕ чух Достоевский «совĕç» сăмах та — эс совĕçе нит тесшĕн-ха— асра тытнă ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен совĕç — илемĕн пĕр пайĕ.

— Каллех «совĕç» терĕн,— кăмăлсăрланчĕ Таранов — «Нит» темелле! Ан тив, кашни çынна кирлĕ çав сăмах чăвашла янратăр.

— Юрĕ, юрĕ, ÿлĕмрен асра тытăп, çакăнтах картса хурăп,— çамкине пÿрнипе шак-шак-шак шаккарĕ Сулагаев.— Мана халь урăххи канăç памасть. Эп каласа панипе усă курса «Пурнăç курки» юрă пирки статья майлаштар, тархасшăн. Мана ним чухлĕ те хĕрхенсе ан тăр. Чăткалăп мĕнле те пулин: çамрăк çын мар. Тĕрĕслĕх хаклă маншăн нимрен ытларах. Ан тив, радиопа ÿлĕмрен Сехмет Сантăрккин ячĕ янратăр, сăлтавсăр-мĕнсĕр инкек тÿссе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ çын çĕнĕрен чĕрĕлтĕр.

— Ху çыраймастăн-и? Мĕншĕн мана шанса лармалла?—вĕриленчĕ Таранов.

— Ан вĕрилен, мана ăнланма тăрăш,— лăпкăн каларĕ Сулагаев.— Хам романăн алçырăвне çунтарса янă чух акă еплерех тупа тунă эп: «Паянтан пуçласа мĕн виличченех тек пĕр йĕрке те çырмастăп, суялăхпа тĕрĕсмарлăха мухтаса хамăн ята вараламастăп». Эп хăш-пĕрисем пек йăмпăлтак пулă мар, шухăша апла-капла авкалантарма пултараймастăп. Эсех çыр «Пурнăç курки» юрă хĕн курни çинчен. Кунсăр пуçне, татах тепĕр сĕнÿ пур. Хăй вăхăтĕнче Сехмет Сантăрккин журналсемпе хаçатсенче сăвă чылай пичетленнĕччĕ, çавсене пухса пĕр пĕчĕк кĕнеке те пулни кăлармалла мар-и?

…Автобус чÿречинчен пăхкаласа кĕрхи кун илемĕпе киленсе пыракан Таранов канăçсăррăн йăшăлтатса илчĕ: пăх-халĕ, «Пурнăç курки» юрă хĕн курни çинчен унăн статья çырмалла иккен, унăн! Статйине вăл хăвăртах майлаштарĕ-ха, ун пек ăпăр-тапăра ăсталама пысăк талантах кирлĕ мар. Анчах кайран, статья çапăнса тухсан, Сулагаев хăйĕн сăмахне улăштарĕ те, мĕн курса тăрăн? Унăн Сехмет Сантăрккин хайхи сăввин алçырăвĕ çук вĕт!

Пуçланать вара Шупашкарта ахăрсамана: хăть уйăх çине вĕçсе кай! Никамран малтан Саркай чан çапма тытăнĕ: «Таранов хăйĕн тăванне чапа кăларас тесе икĕ ырă çын ятне тикĕтпе сĕрме хăтланнă!» Саркай хыççăн Мерчен Мишши ун юррине ĕнерĕ: «Таранов пек суеçĕ çыравçăсене валли пирĕн союзра вырăн çук!» Статья çырассине пăрахăçланă хыççăн Таранов Сехмет Сантăркки кĕнекине кăларасси пирки шухăшлама пуçларĕ. Куккăшĕн пичетленнĕ сăввисене майĕпен-майĕпен чиперех пухĕ-ха, анчах çав кĕнеке алçырăвне издательство Саркая пăхса тухма сĕнсен? Пĕтрĕ пуç тесси кăна юлать. «Сехмет Сантăркки тĕрмене айăпсăрах лекмен пуль-ха. Çавăн пек лăпăр-лăпăр поэтсен сăввисене уйрăм кĕнекен кăларма тăхтамалла». Çапла калама пултарать-и Саркай? Пĕр хĕрелмесĕр калама пултарать. Хăйĕн куккăшĕ тĕрмене мĕншĕн лекнине Таранов пĕлет: пĕр улах хваттерте юлташĕсемпе пĕрле эрех ĕçсе ларнă чух Сехмет Сантăркки сăн ÿкерчĕк çинчи Сталинăн икĕ куçне те çĕçĕпе чиксе шăтарнă: «Эс халăха вырăс патшисенчен те пысăкрах инкек кăтартатăн, тĕнче çине пăхма вăтанмалла сан — çакăнта та пулин куçсăр юл!»—кăшкăрнă хăй. Саркай вара виçĕ-тăватă çул каялла кăна-ха Сталина мухтаса статья çапса кăларчĕ: вăл çĕршыва ертсе пынă вăхăтра пур çĕрте те çирĕп йĕрке пулнă имĕш. Пĕр-пĕр диктатора — Сталина е урăххине — мухтакан çын хăй те пĕчĕк диктатор.

— Юлташ, урайĕнче сирĕн панулмисем мар-и йăваланса выртаççĕ?

Таранов карт сикрĕ, хăйне асăрхаттарнине туйса тÿрех урайнелле куç ывăтрĕ. Сумка вăчăри сулчăланнă[v] та, чăнах, виçĕ панулми тухса ÿкнĕ. Таранов иккĕшне каялла илсе хучĕ, пĕрне, сап-сарă антоновкăна, сăмса тутрипе шăла-шăла тасатса çатăрт! çыртрĕ: панулми çисен шыв ĕçес килни иртсе кайĕ. Таранов шухăшĕ Сулагаев тавра çăмхаланчĕ: тĕрĕс сăмаха уççăн калама май пулманран кăна çырма пăрахнă-ши хайхискер? Çук пулĕ. Таланчĕ çуккипе туйса илнĕ вăл. Юрра хывнă «Пурнăç курки» сăвви чи лайăххиччĕ ĕнтĕ унăн, анчах хăй çырнăскер пулман авă. Чăн-чăн талант — пăр çĕмĕрен. Вăл историн кирек мĕнле йывăр тапхăрĕнче те хăйĕн сăмахне каламалли меслет шыраса тупатех. Ытарлă чĕлхепе — Эзоп чĕлхи тенипе те пулин усă курать. Сулагаевăн авă хăйĕн юрри: ырă ятлă пулас тесе хăш-пĕр писательсене йăмпăлтăк пулăпа танлаштарать. Чим-ха, чим, «хăш-пĕрисен» шутне Таранова та кĕртмест-и Сулагаев? Çук, «хăш-пĕрисем» тенĕ чух вăл Саркайпа Мерчен Мишши пеккисене асра тытать паллах.

Ыттисем темле те, Таранов кирек хăçан та çырмалли çинчен шухăшлать, унсăрăн пурăнаймасть. Халь вăл автобусра ярăнса пынă май тăван ялĕнчи Сулагаевсем çинчен мĕн пĕлнине ÿппĕн-пиччĕн çавăркаларĕ те кĕтмен çĕртен сасартăк пуçĕ ян-н! янраса кайрĕ: «Вĕсен кил-йышĕнче мĕн пулса иртнине тĕпе хурса питĕ хитре япала çырма пулать-çке!» Сулагаевăн аслашшĕ те, ашшĕ те чăн-чăн çĕр хуçисем пулнă, мĕн пуррипе çырлахман, çĕннине шыранă. Аслашшĕ ялта никамран малтан шурă пÿрт лартнă, паха сортлă улмуççисем ÿстерме тытăннă. Ашшĕ вара ял-йыша помидор ÿстерме вĕрентнĕ. Çĕртен асли, хакли вĕсемшĕн тĕнчере урăх ним те пулман. Сулагаев вара учительте, пĕр хушă вăрман хуралçинче ĕçленĕ май пысăк çĕр лаптăкне хапсăнман, ăна анкарти те çитнĕ. Унăн ывăлне, Пур хилене, анкарти те кирлĕ мар, вăл хула çынни ĕнтĕ. Сулагаев кÿршишĕн Трахвинĕн, колхоз сывă пултăр! Мĕншĕн тесен унта пĕр кун ĕçлетĕн, тепĕр кун ĕçетĕн. Ана тени пурпĕрех мĕнле те пулин шуралать. Тырри-пулли хÿ- хĕмех ÿсмĕ те, çăкăр çимелĕх пуçтарса илме пулĕ. Тырри çăкăрлăх çитмесен, пашалупа çырлахăн. Чылайăшĕ çĕре хисеплеме пăрахнин, ялти çынсен ĕçри хастарлăхĕ йăшса пынин сăлтавĕ — ĕçчен халăха вăйпах çĕртен уйăрса колхозсем йĕркелени — çапларах пулĕ романăн тĕп шухăшĕ. Сулагаев хăйĕн алçырăвне кăмакара çунтарса янине аса илсен Тарановăн чăрсăр ĕмĕчĕ самантрах пăсланчĕ: «Çавнашкал роман çырасси пирки пуçа çĕмĕрсе усăсăр асапланас мар, хаçат-журнал редакцийĕсенче Ямаш Ваççи пек редакторсем халь те тăп-туллиех». Çул çинче пуçне пырса кĕнĕ шухăш пирки Таранов никам умĕнче те çăвар уçмĕ, Советсен çуртне кĕçех йĕплĕ хыпар çитме пултарать: «Таранов капитализма каялла тавăрасшăн!» Унта вара улшăну сахал, ĕлĕкхи çынсемех лараççĕ, çĕнĕлле ĕçленĕ пек курăнтăр тесе пĕр пукан çинчен тепĕр пукан çине кăна куçкалаççĕ, шахматла вылянă пек, рокировка тăваççĕ эппин. Колхоз председателĕ Аксанов Кермăн тракториста «экстремист» тесе телефонпа кăна тиркерĕ пулсан кунтисем, Шупашкартисем, радиопа е телевизорпа мĕнпур республика илтмелле кăшкăратчĕç. Тарановăн экстремист ятне илтес килмест-ха…

…Автобус Шупашкар патнелле çывхарса пынă май вăл хăйĕн икĕ тулли сумки çине шиклĕн пăхкаларĕ: «Кусене хваттере мĕнле сĕтĕрсе çитермелле?» Тепĕр чух сăлтавсăр-мĕнсĕр те шикленсе илетĕн çав: вокзалта автобусран тухсан Таранов такси тытрĕ те, хайхи икĕ сумка хваттере шăнкăрт-шăнкăрт çеç çитсе выртрĕ. Çанталăк паçăрах тĕттĕмленнĕччĕ— Таранов кĕрсенех çутă çутрĕ. Хваттерĕнче пурте йĕркеллех иккен. Кашни япали хăй вырăнĕнче. Çапах та пăшăрханмалли те тупăнчĕ Тарановăн: сĕтел сунтăхĕнче эмел таврашĕ вĕçне çитнĕ. Чирлĕ çыншăн вăл чи хакли, чи кирли. Врач çырса панă рецепт пур, ыранах аптекăна каймалла. Унта Нарспи Гавриловнăпа тĕл пулса калаçĕ. Таранов сăн-пичĕ йăл! çуталса илчĕ. «Мĕнле те пулин хĕрарăм тупса ямалла-тăр, кичем»,—юлашки вăхăтра час-часах çапла шухăшлать вăл. Нарспи Гавриловна аптрамасть пек туйăнать. Аллă патнелле çывхарать ĕнтĕ çав хĕрарăм, анчах çамрăк сăнлă, хĕрĕхрен мала памастăн. Чуна илĕртекенни пур унăн: çинçерех пÿ-силлĕ, хуп-хура куçлă. Икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте вун улттăри хĕрĕпе пурăнать. Упăшки тăватă çул каялла вăхăтсăртарах вилнĕ. Ывăлĕ авланнă та хăй хваттер илнĕ.

Çул çинче ĕшенни пулăшрĕ-ши Таранова — хальхинче выртнă-выртманах ыйха путрĕ. Ирхине яп-яка хырăнчĕ, нихçанхинчен хăтлăрах тумланчĕ. Аптека алăкĕ уçăлнă-уçăлманах унта çитсе кĕчĕ. «Тен, паян урăххи ĕçлет?»— шикленнĕччĕ Таранов. Урăххи мар, Нарспи Гавриловнах. Пĕр-пĕрне вĕсем сывлăх сунчĕç. Хĕрарăма Таранов рецепт тыттарчĕ.

— Ку эмельсем пур-и?

— Пур, хальхинче пур!—савăнарах хуравларĕ Нарспи Гавриловна.

Хĕрарăм татах мĕн те пулин каласса кĕтрĕ Таранов, анчах лешĕ ним те шарламарĕ — рецептра кăтартнă эмелсене кăна иле-иле пачĕ. Тарановăн хăйĕн сăмах пуçарма тиврĕ:

— Ну, мĕн шутлатăр «Çĕр юнĕ» роман пирки эсир? Саркайсăр пуçне урăх кампа та пулин калаçса пăхрăр-и?

— Калаçнă, сирĕн, писательсен, асли патĕнче те пулнă,—сÿрĕккĕн хирĕç тавăрчĕ Нарспи Гавриловна.—Атте алçырăвăн ик-виçĕ страници кирлĕ, хăй аллипе çырни. Анчах ăçта тупатăн вĕсене?

— Йывăр ыйту çав ку.

Хĕрарăм ним те чĕнменнине кура Таранов калаçăва урăх йĕр çине ÿкерме пикенчĕ:

— Нарспи Гавриловна, эпир иксĕмĕр акă час-часах тĕл пулатпăр. Анчах эсир мана хăвăр пата нихçан та чей ĕçме пыма сĕнместĕр. Аван мар капла.

Хĕрарăм кăн! пăхрĕ арçын çине, ăнланчĕ пулас унăн шухăшне.

— Инфарктлă арçынсене чей ĕçме чĕнме хăрамалла-çке!—терĕ те сиввĕнрех кулса илчĕ, аллине телефон трубки еннелле кăнтарчĕ.

— Хăрушах мар пуль те? Сăлтавсăр шикленетĕр…

Таранов урăх ним те каламарĕ, хĕрарăмпа сывпуллашса аптекăран тухрĕ. Вăл, тахçан пĕрре ресторанта Нарспи Гавриловна сĕтел хушшинче темле арçынпа юнашар ларнине асăрханăскер, пĕтĕмпех ăнланчĕ: ку алăк хупă уншăн. Чĕре ыратичченех пăшăрханмарĕ: Нарспи Гавриловна мар пулсан тепри тупăнать, çĕр хĕсĕр мар.

— Салам, Микихвĕр! Эсех-и ку?

Таранов сасă еннелле çаврăнса пăхрĕ: парикмахерскинчен Филипп Сидорович тухать. Писательсем пĕр-пĕрне ятран е хушаматран чĕнеççĕ. Филипп Сидорович вара пуриншĕн те кирек хăçан та: «Филипп Сидорович». Ятлă- сумлă, пултаруллă. Самаях ватă: çÿçĕ кăн-кăвак. Хăмла шалчи пекех çÿллĕ, яштака. Ашшĕ те унăн çÿллĕ патмар арçын пулнă имĕш тата сунара çÿреме юратнă. Çавăнпа ĕнтĕ, çамрăк чух Филипп Сидорович час-часах Чулкаçпа хирĕçнĕ тет, ăна вăл: «Хăвăн Лапшу Çтаппанне эс ман аттерен вăрласа çырнă, сана суда памалла!»—тесех вăрçнă тет. Чулкаçĕ вара: «Ман Лапшу Çтаппанĕ сан аçу мар, вăл — кÿршĕ ялти Пархан Макăрĕ»,—тесе тÿрре тухма хăтланнă тет. Филипп Сидорович пурпĕрех хăйĕннех пенĕ: «Хăвăн Лапшу Çтаппанне ман аттеренех вăрласа çырнă!» Ку суя халап-и е чăн пулни-и — Таранов пат татса калаймасть, анчах Филипп Сидорович тĕрĕслĕхшĕн хыпса çуннине лайăх пĕлет, ахальтен мар халь «Çĕр юнĕ» романĕ пирки Нарспи Гавриловнăран мĕн илтни çинчен сăмах пуçарчĕ, анчах вăл шухăшне вĕçлесе те çитереймерĕ — Филипп Сидорович çапла каласа хучĕ:

— Кирек кам çырнă пулсан та, «Çĕр юнĕ» роман истори урапишĕн — çÿпĕ! Çав япала Ямаш Ваççине те, Палтай Кавĕрлине те чыс кÿмест. Унта – çирĕммĕш ĕмĕрĕн шăрши-марши те çук, çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пурăнакансене вăл ним тума та кирлĕ пулмасть.

Филипп Сидорович халăх пурнăçне ĕмĕрсен утăмĕпе виçет. Кашни ĕмĕр çинчен пĕр роман çырасшăн тет. Халъ таçта вун саккăрмĕш ĕмĕрте çухалса пурăнать. Çирĕммĕш ĕмĕр çыннипе, Тарановпа, нумаях та калаçса чăрманмарĕ — аяккалла пăрăнчĕ. Виçĕ-тăватă утăм турĕ-и — каялла таврăнчĕ. Таранов вĕриленсе кайрĕ: «Хаçатри статьяна аса илчĕ ĕнтĕ ку, çавăн пирки мĕн те пулин калать!» Филипп Сидорович урăх сăлтавпа каялла таврăннă-мĕн.

— Потапова издательствăна ĕçлеме чĕнеççĕ, пысăк вырăн сĕнеççĕ. Эс пур — унăн арăмĕ çинчен кирлĕ-кирлĕ мар сăмах сарса çÿретĕн теççĕ. Çăкăрсăр тăрса юласран хăрамастăн-и?

Таранов юпа пек хытрĕ:

— Мĕн калаçатăр эсир?

— Эп асăрхаттартăм, мана çитет.

Филипп Сидорович вăрт! çаврăнчĕ — хăйĕн çулĕпе таçталла Лапшу Çтаппанĕ пекех сулмаклăн ярăнтарчĕ. Таранов пуçĕнче хаçатра çапăннă статья кăна. Акă мĕншĕн Мерчен Мишши шухăшĕ пĕр самантра тенĕ пекех тепĕр майлă çаврăнса ларнă, Саркайпа пĕрле Потапов сăввисене хаçат урлă мухтама васканă! Вăл издательствăпа редакци таврашĕсенче ĕçлекенсемпе туслă пулма тăрăшнине Таранов тахçантанпах пĕлет. Пĕррехинче—вунă çул та иртнĕ пуль унтанпа — иккĕшĕ вĕсем хваттерте питĕрĕнсе ларсах эрех-сăра ĕçнĕччĕ. «Укçуна ан хĕрхен — тепĕр çултан кĕнекÿ кун çути курĕ»,—сĕннĕччĕ Мерчен Мишши. Çамрăкрах чух Таранов хĕрÿллĕччĕ. Вăл: «Хамăн таланта укçалла сутмалла-и ман? Тасал кунтан!»—тенĕччĕ те хайхи Мерчен Мишшине тапса-чышса хваттерĕнчен кăларса ывăтнăччĕ. Çавăн хыççăн пĕр-пĕринчен сивĕнчĕç вĕсем. Тĕл пулсан сывлăх сунаççĕ, ун-кун çинчен калаçаççĕ, анчах шăл витĕр темелле. Тепрехинче мĕн çинчен, мĕншĕн тата мĕнлерех çырасси пирки тавлашса илнĕччĕ. «Ман кĕске сăвăсем çырас килет. Сăмахран, çакăн пеккисене: «Турат çинче ларать чепчен, шăрантарать юрра чечен»,—тенĕччĕ Мерчен Мишши. «Капла ытла яка,—хирĕçленĕччĕ Таранов.— Хайхи чепчене ăнсăртран çăхан çăтса яма пултарать, çавăн çинчен те çырмалла-тăр».— «Мĕн калаçатăп эс?—куçне чарнăччĕ Мерчен Мишши.— Юрлакан кайăка çăхан çăтса яни çинчен çырни илемсĕр!» Кайăк юрлани çинчен çырни редакторсене те килĕшет, çавна май Мерчен Мишши чиперех пурăнать, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Уйăх каялла-и е унран маларах Таранов Мерчен Мишшине кĕнеке магазинĕнче курнăччĕ. Хайхискер хĕвел пекех ялкăшать: «Куратăн-и, ман кĕнекесем сентре тулли! Ячĕсем мĕнле илемлĕ: «Чепчен юрри», «Автан тукмакĕ», «Тăри концерчĕ». Таранов: «Нит» çинчен çырни пур-и вĕсенче?»—тесе ыйтрĕ те, Мерчен Мишши магазинтан тилĕ пек тухса тăвăнчĕ. Автовокзалта пулса иртнине те асра тытнă ĕнтĕ вăл Саркайпа пĕрле хаçат валли статья майлаштарчĕ чух…

…Таранов хăш-пĕр çынсем кăлпасси çĕклесе утнине асăрхасан гастронома васкарĕ: уйăх кĕç-вĕç вĕçленет, талона сая ямалла мар, çăкăрпа сĕт-турăх туянмалла тата. Сехете яхăн черетре муталаннă хыççăн хваттерне Таранов тулли сумка çĕклесе таврăнчĕ. Кăлпассипе сĕтпех тутă пулаймастăн — газ çине аш яшки пĕçерме лартрĕ. Чылайранпа арăмсăр пурăннă май тĕрлĕрен юр-вар хатĕрлеме те хăнăхнă вăл. Яшка пĕçернĕ чух пушă вăхăт тупăнать: Таранов аллине телефон трубкине тытрĕ. «Ачисен» шăпине пĕлес килет (вăл хăйĕн хайлавĕсене «ачамсем» тет). Журналсенчен пĕринче, юпа уйăхĕн номерĕнче, унăн калавĕ çапăнса тухмаллаччĕ. Халь Таранов çавăнта шăнкăравларĕ те, ăна аванах мар хыпар, пĕлтерчĕç: «Сирĕн калавăр, Микихвĕр, Çĕнĕ çул хыççăн тин каять. Саркай романне пичетлеме тытăнатпăр. Питĕ талантлă япала! Черетсĕр яма йышăнтăмăр». Саркай япăх япаласем çырать-и? Яланах талантлисене ăсталать, мĕншĕн тесен вăл Саркай. Кăштах лăплансан Таранов издательствăна шăнкăравларĕ. Каллех аванах мар хыпар: унăн калавĕсен пуххине тепĕр çулхи плана куçарнă. Саркай арăмĕ «питĕ лайăх» япала çырнă иккен — унăн кĕнекине малтантарах кун çути кăтартма палăртнă. Пăртакран Таранов почта ещĕкĕнчен паянхи хаçат-журнала илсе хăпарчĕ, ача-пăча журналне уçса пăхкаларĕ те Саркайăн шкулта вĕренекен ывăлĕн сăввисем куç тĕлне çакланчĕç. Хаçатсем хушшинчен кĕçех йыхрав хучĕ сиксе тухрĕ. Тĕпчев институчĕ тепĕр уйăхран пуху ирттерет: унта революцичченхи Турхансемпе пирĕн вăхăтри Саркайсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад итлесе сÿтсе явмалла. Çапла, пур çĕрте те Саркай ячĕ кĕрлет, мĕншĕн тесен вăл Саркай. Хваттерĕ те унăн пилĕк пÿлĕмлĕ, дачăри çĕр лаптăкĕ те ыттисенчен икĕ хут пысăкрах, мĕншĕн тесен вăл Саркай…

…Сасартăк пÿлĕмре хĕрарăм курăнса каять. Тĕлĕнмелле чиперскер: пĕр енĕ — хĕвел, тепĕр енĕ — уйăх. Хăй ĕсĕклесех йĕрет: «Эп çынсене нит парнелесшĕн, анчах никам та илесшĕн мар».—«Эсир тепĕр хут сĕнсе пăхăр, çине тăрăр»,—сĕнет ăна Таранов, Акă чипер хĕрарăм хулари урамсенче ĕнтĕ. Кунта вăл кашни хваттере кĕре-кĕре тухать: «Сире эп нит парнелесшĕн, вăл кашнинех илемлĕрех, ырăрах, сăпайлăрах пулма пулăшать, инкекрен, усалтан сыхлать».—«Мĕн вăл нит? Валюта-и, мĕнле те пулин дефицит-и?»—ыйтаççĕ унран. «Çапла, дефицит, анчах валюта мар, вăл нит, тепĕр майлă каласан, совĕç».—«Нит? Совĕç? Çук, çук, кирлĕ мар. Вăл ни хырăма тăрантармасть, ни капăр çипуç тупса памасть». Чипер хĕрарăм йĕре-йĕре автобус çине ларса хуларан тухса каять. Кашни яла çитет, кашни пÿрт алăкне шаккать: «Сире эп нит парнелесшĕн».—«Мĕн вăл, чикĕ леш енчен кÿрсе килнĕ эрех мар пуль?»—«Нит вăл чăваш сăмахĕ, «совĕç» тенине  пĕлтерет».—«Совĕç» тетĕр? Сăмакун е нÿхреп сăри пулсан урăхларах калаçуччĕ». Чипер хĕрарăм каллех хулана таврăнать. Пысăк площадьри Пысăк чул çурта пырса кĕрет. Кунти пÿлĕмсем улăх-çаранран анлă, вĕсенче кашнинчех Пысăк пуçлăх ларать. «Мĕншĕн йĕретĕр?»—ыйтать Пысăк пуçлăх. «Эп çынсене нит парнелесшĕн, анчах вăл никама та кирлĕ мар иккен. Эсир те пулин илĕр ĕнтĕ, сире кура ыттисем те унран пăрăнмĕç».—«Каçарăр та, сире ăнлансах çитеймерĕм,—йăл кулса илет пысăк пуçлăх.— «Нит» акăлчан е нимĕç сăмахĕ-и?»—«Чăваш сăмахех вăл, чăваш сăмахех». Пысăк пуçлăхсем пĕрле пухăнса Ашмарин словарьне уçа-уçа пăхаççĕ: чăваш чĕлхинче ун пек сăмах çук. Пысăк пуçлăхсенчен пĕри теприне калать: «Ку çын тем тесен те чикĕ леш енчи разведка агенчĕ! Нит тени унăн паролĕ пуль? Ана тĕрмене ăсатмалла-тăр». Шикленсе ÿкнĕ чипер хĕрарăм татăлсах йĕме пуçлать: «Нит» сăмах нимле пароль те мар. Хăш-пĕр чăвашсем пурăннă çĕрте вăл «совĕç» тенине пĕлтерет».—«Мĕн кунта эсир пирĕн пуçа пăтратса тăратăр?!—пĕр харăс кăшкăраççĕ Пысăк пуçлăхсем.— Нитпе, совĕçпе аппаланасси пирĕн ĕç мар, чиркÿ çыннисем патне каймалла сирĕн!» Чипер хĕрарăм çав-çавах йĕре-йĕре ÿкĕтлеме чарăнмасть: «Илсемĕр ĕнтĕ ман парнене, илсемĕр. Нит е совĕç сире те пăсмасть». Унччен те пулмасть — улăх пек анлă пÿлĕме виçĕ милиционер чупса кĕреççĕ те чипер хĕрарăма вăйпах. Пысăк çуртран илсе тухаççĕ. Çапкалашать, тапкалашать йĕрекен чипер хĕрарăм: «Эпĕ çынсене ырă тăвасшăн, эсир вара ăçта илсе каятăр мана, ăçта?..»

…Ку таранччен пулас калав Таранов пуçĕнче çăмăллăнах йĕркеленсе пынăччĕ, анчах халь акă, темле киремет тĕлне çакланнă пек, шухăш чăлханса ларчĕ. Таранов хăй, кăвак пижама тăхăннăскер, кухньăри сĕтел çинче яшкана яма купăста турать. Яшкаран ытларах ăна пулас калав канăç памасть… Хайхи чипер хĕрарăма милиционерсем вăйпах машина çине лартса милици уйрăмне е психбольницăна илсе кайччăр-ши? Çук-çук, ун пек пулмалла мар. Ните — совĕçе тĕрмере те, психбольницăра та çĕртейместĕн: вăл ĕмĕрхи туйăм. Ан тив, милиционерсем ăна Пысăк çуртран Пысăк площаделле кăна кăларса яччăр. Ан тив, ĕмĕр-ĕмĕр çÿретĕр çĕр çинче çав чипер хĕрарăм, пÿрт алăкне кăна-и — çын чун-чĕрине те шак та шак шаккатăр, ирĕн-каçăн кашни утăмрах шаккатăр: «Сире нит парнелесшĕн эпĕ, унран ан йĕрĕнĕр, вăл илемĕн пĕр пайĕ».

Калавăн вĕçĕ тупăннăшăн савăннă Таранов кухньăра хăпартланса тăрмашрĕ. Хăй пĕçернĕ яшкана вăл кирек хăçан та киленсе çиекенччĕ— хальхинче ирĕксĕртереххĕн, сÿрĕккĕн сыпкаларĕ, чейне кăна ытти чухнехинчен нумайрах ĕçрĕ. Ара, унăн пуçĕнче кăмăла йывăрлантаракан шиклĕрех шухăш явăнатчĕ-çке: чипер хĕрарăма Пысăк площадьри Пысăк çурта, Пысăк пуçлăхсен пÿлĕмне, илсе çитермелле-ши е çук-ши?» Чашăк-тирĕк çунă чух Таранов пăртак лăпланчĕ: «Кайран, çырма пуçласан, куç курать унта».

Çырма палăртнисем, пуçĕнче йĕркеленсе çитнисем, унăн чылай, яла кайнă хыççăн çавăн пеккисем татах-татах тупăнчĕç. Акă Хумма Левенĕ куçран кайма пĕлмест. Ярабаев колхоз председателĕнче ĕçленĕ чух ун умĕнче тилĕ пек йăпăлтатнă вăл, халь ăна çимеллипех çиет, çĕнĕ председателе каçса кайсах мухтать, мĕншĕн тесен халлĕхе хăйне кирлĕ çын. Аксанова ĕçрен кăларччăр çеç — ăна кăшлама пуçлĕ. Хумма Левенне аса илтерекенсем писательсем хушшинче те пур: хăшне те пулни союз председательне суйласа лартаççĕ те — «Вăл питĕ лайăх çын!» Хайхискерне ĕçрен хăтараççĕ кăна — «Тĕсĕ ăна! Вăл пĕрпĕр колхоз ферминчи така пекех айван». Çавнашкал тилĕпе кашкăр хутăшĕсем çинчен Таранов «Капкăн» валли мĕн те пулин ăсталĕ, çав япала «геройĕ» Митраппан пулĕ, анчах Митраппанĕ хăйсем иккенне ялта — Хумма Левенĕ, хулара — Мерчен Мишши туйса илĕç-ши?

11

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Балкон карлăкĕ çинче сарă пĕсехеллĕ кăсăя чăлт та чăлт сиккелесе çÿрет, хушшăн-хушшăн ещĕксенчи типсе хăрнă чечек тунисем хушшинче тем чакаланать, çимелли шырать. Çырса ларакан Таранова пуçне кăшт çĕклес пулсан кăсăя та, урам леш енчи вăрман тăрри те курăннă пулĕччĕç, мĕншĕн тесен вăл пурăнакан тăхăр хутлă çурт чÿречисемпе йăлăмалла пăхса ларать. Кăсăя троллейбуспа автобус сассиллĕ шавлă урам урлă вĕçсе каçса балкон карлăкĕ çине килсе ларнă паллах. Унăн калла-малла кумса çÿреме çулĕ инçе мар, ыран килĕ, виçмине те. Пÿлĕмри çынпа темскер калаçмалли пур пек, капăр кайăк пуçне час-часах чÿрече еннелле чалăштарать. Анчах Таранов ăна-кăна асăрхамасть — çырать, çаплах çырать. Унăн халь — хăйĕн тĕнчи, таврара пулса иртни ăна ним чухлĕ те кăсăклантармасть. Вуламан çĕнĕ хаçат-журнал пĕр купа унăн. Телевизор та шăпăрт. Шухăш шыв пек юхса пынă чух — çырмалла, çырмалла…

Тĕттĕмленсен, çырни палăрми пулсан тин ура çине тăчĕ. Çутă çутрĕ, уçăлмалăх тесе йăпăртлăха балкон çине тухрĕ. Мăшлаттарсах çумăр çăвать. Çанталăк самаях сулхăн. Çÿçене-çÿçене кухня пÿлĕмне тарса кĕрсен Таранов çимелли çинчен аса илче. Ĕнер пĕçернĕ аш яшкине ăшăтрĕ, кăлпассипе çăмарта шариклерĕ, чей вĕретрĕ. Çăкăр сăмси кăна юлнă иккен, вăл та пулин кушăхса хытнă. Мĕн тăвăн: паян Таранов гастронома кайма та ерçме- рĕ, шывпа шÿтернĕ çăкăр татăкĕпе çырлахма тивет. Апатланнă хыççăн вăл каллех çыру сĕтелĕ хушшине кĕрсе ларчĕ. Чиперех çырма пуçланăччĕ — телефон шăнкăртатрĕ. Трубкăна тытсан хăлхара Инесса сасси янрарĕ:

— Ку Таранов хваттерĕ-и?

— Чăнах унăн хваттерне лекрĕн, Инесса,— шÿтлереххĕн хуравларĕ Таранов.

— Ах, хальхинче палларăн иккен ман сасса!—хаваслăн ахлатрĕ Инесса.— Пĕлетĕн-и, санпа калаçмалли пур. Ыран е виçмине-и ăçта та пулин тĕл пулма пулать-и?

— Кая юлсан каю шăтать теççĕ. Мĕншĕн ыран е виçмине? Кĕçĕрех ман пата килме пултаран. Вăхăчĕ халь саккăр кăна-ха.

Хĕрарăм иккĕленни сисĕнчĕ:

— Тем тумалла? Аван мар пек хваттернех пыма.

— Мĕн аван марри унта?—каллех шÿтлерех сас пачĕ Таранов.— Эс халь ирĕклĕ хĕрарăм теççĕ. Упăшкунтан уйрăлнă имĕш.

Трубкăра малтан хĕрарăм ахлатни çеç илтĕнчĕ, каярахпа унăн пăлханчăк сасси янрама тытăнчĕ:

— Çапла, уйрăлнă… Мĕн, çавăншăн мана сивлесшĕн-и, тиркесшĕн-и?.. Айта сивле, тирке… Анчах эп саншăн уйрăлнă.. Ăнланатăн-и, саншăн!.. Эс вара…

Хĕрарăм, йĕме пуçланăскер, лайăхмарланнипе е урăх темле сăлтавпа трубкине хучĕ пулас — сасси илтĕнме пăрахрĕ. Шăпланнă телефона тепĕр хут чун кĕрессе усăсăр кĕткеленĕ хыççăн Таранов каллех ручка тытрĕ, анчах унăн пуçĕнче çырас шухăш мар, урăххи: «Хăратса тартрăм-ши ку кайăка? Уйрăлни пирки сăмах персе ямалла марччĕ, ухмах эп тепĕр чух, чăн та. Упăшкинчен уйрăлмалла пулса тухни кирек мĕнле хĕрарăмшăн та чĕрине ыраттаракан инкек». Таранов кĕçĕр пĕр йĕрке те çырăнас çуккине туйса сĕтел хушшинчен тухрĕ. Пÿлĕмре тĕлли-паллисĕр уткаларĕ: «Халь те мана юратать-ши вăл? Тĕлĕнмелле ку, пĕр шутласан». Шифоньер алăкне уçса унти тĕкĕр çине пăхса илчĕ. Аллине виççĕмĕш кун бритва тытма ерçмен пирки пит-куçне шăрт сухал тапса тухнă. Хырăнмалла-тăр: ăнсăртран вăл килсе кĕрĕ те… Хырăннă чух та, кухньăри, залри хăш-пĕр япаласене тирпейлерех вырнаçтарса лартнă чух та электрошăнкăрав чăнкăртатасса кĕтрĕ. Кашни хĕрарăм — хăйне евĕрлĕ урăх тĕнче. Урăх тĕнче кирек камшăн та илертÿллĕ: вăл мĕнлереххине, ваттисем каларăшле, алăпа тытса пăхсах тĕрĕслес килет.

Электрошăнкăрав чăнкăртатсанах Таранов алăк уçма васкарĕ. Инесса ют хваттере именерех кĕчĕ, ванна алăкĕ çумĕнче хăюсăррăн чарăнса тăчĕ: «Килтĕм ак эп…» Хура сăран пальто, хура атă, хĕрлĕ калпак тăхăннă, аллинче хĕрлĕ сумка. «Мĕнлерех тумланасси пирки хĕрĕпе канашланă пуль ку»,—шухăшларĕ Таранов. Инесса çаплах ури çинче канăçсăррăн тăрать, вăтаннипе, пăлханнипе çăварне те уçаймасть. Таранов хăй пĕлнĕ çамрăк хĕрарăма аса илчĕ: «Маринэ тÿрех мăйран уртăннă, чуп тума тытăннă пулĕччĕ!» Ку шухăша вăл палăртмарĕ, хаваслăн, кăмăллăн калаçкаласа Инессăна хывăнма пулăшрĕ, кухньăна çавăтса кĕрсе пĕчĕкрех сĕтел хушшинчи пукан çине ларма сĕнчĕ:

— Çипуçу йĕп-йĕпех. Шăнтăн та пуль… Иксĕмĕр кĕçех кофе ĕçĕпĕр. Урăххине те тупăпăр кирлех пулсан.— Таранов айăплăн кулкаласа çамкине аллипе çапса илчĕ:— Вăт тăм пуç! Çăкăр пĕр татăк та çук вĕт ман! Çыратăп та, гастронома çитсе килеймерĕм. Тен, ресторана каятпăр?

— Ресторана? —хăраса ÿкрĕ Инесса.— Ун çинчен ан та асăнăр.

— Апла тăк çатма икерчи пĕçерĕпĕр,—хушнă пекех каларĕ Таранов.— Çăнăхĕ те, çăмарти те, турăхĕ те, соди те пур. Хам та пĕçерме пултаратăп-ха…

— Хăвах пĕçересшĕн-и?—кулса ячĕ Инесса.— Юрĕ, хамах пĕçерĕп. Халат тупăнать-и? Е арăму хăйĕнне пĕр япала та хăварман?

Халачĕ тупăнчĕ-ха, анчах тăвăртарах иккен вăл. Ăна аран-аран тăхăнкаларĕ Инесса: «Юлашки çулсенче чылай самăрлантăм çав эп…» Çавна паçăрах асăрханăччĕ Таранов. «Çамрăкрах чухнехи илĕртÿлĕхĕ юлман ку хĕрарăмăн»,—çапларах та шухăшласа илнĕччĕ тахăш вăхăтра. Халь вара вăл йăл кулчĕ: «Ытлашши самăрах мар эс. Сан çинчен «туллирех кĕлеткеллĕ хăтлă хĕрарăм, куçĕ ун çамрăк чухнехи пекех кăн-кăвак» тесе çырма пулать. Инесса» икĕ çунат сыпăнчĕ тейĕн — кухньăра ури çĕре перĕнмн пекех хавасланса ĕçлерĕ. Чĕлхи те çивĕчленчĕ. Час-часах упăшкине тиркерĕ. Кăмăлĕ усалли еннелле улшăннă имĕш Петр Васильевичăн — ытлашши чăрсăрланма пуçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ĕç вырăнне те улăштарма тивнĕ.

— Мĕншĕн урлă пулмаллаччĕ Петĕрĕн Аксановпа?— куçне çиллессĕн чалкăштарчĕ Инесса.— Аслисемпе хирĕçни никама та ырă тумасть. Аксанов вăл — Аксанов, Петĕр вара — Петĕр, çавна манмалла мар.

«Инесса пурнăçри хăш-пĕр пулăмсене манран урăхларах хаклать иккен, çамрăк чух качча илнĕ пулсан та ку таранччен уйрăлаттăм пуль»,—шухăшларĕ хăй ăшĕнче Таранов, анчах хĕрарăма хирĕç нимех те шарламарĕ. Сĕтел çинче çуллă вĕри икерчĕ пăсланать авă, ун пек чухне урлă-пирлĕ сăмах перкелешес вырăнне пĕр кĕленче эрех туртса кăлар луччĕ, çавăн пек турĕ те Таранов. Хăй ĕçмерĕ — хăнине сăйларĕ. Инесса пĕрремĕш черккене «ху ĕçместĕн — мана ĕçтеретĕн» тесе турткалашарах пушатрĕ, каярахпа вара: «Ман кĕçĕр ним пĕлми ÿсĕр пулас килет!»—терĕ те татах икĕ-виçĕ черкке ĕçрĕ. Эрехĕн — хăйĕн саккунĕ. Инесса хĕрелсе чиперленчĕ, хăюланчĕ:

— Ах, Микихвĕр! Маншăн эс турă пек çын пултăн. Турă акă çĕр çинче хăй çук, ăна куçпа кураймастăн, анчах ĕненекенсем пурпĕрех унпа калаçаççĕ, унран савăнăç, çăлăнăç е урăххине мĕн те пулин кĕтеççĕ. Эп вара эс ху манран таçта аякра пулсан та час-часах санпа канашланă. Эс маншăн турă пек çын кăна-и, турри хăй пулнă, чăнах çапла. Сан ăçта мĕн пичетленнĕ, çавсене пĕтĕмпех тупма тăрăшнă эп. Ÿсĕрле пакăлтатать ку тетĕн ĕнтĕ. Ененместĕн…

Таранов хĕрарăма çатăр çупăрласа илчĕ:

— Ĕненетĕп, чипер кайăкăм, ĕненетĕп. Эп хам та сана час-часах аса илнĕ,— терĕ те унăн тутине шырарĕ.

Инесса çавна кăна кĕтнĕ тейĕн — сывлăшĕ пÿлĕниччен чуп турĕ. Иккĕшĕ те вĕсем ĕмĕрхи туйăм серепине çыхланчĕç, унран чуп тунипех хăтăлаймастăн. Зала кĕрсен Инесса арçын ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ, хыпаланса çутă сÿнтерчĕ. Таранов Маринэне аса илчĕ: «Вăл çутă сÿнтермен пулĕччĕ, çийĕнче мĕн пуррине пĕтĕмпех хывса çара ÿт-пĕвĕпе хĕвел пек йăлтăртатнă пулĕччĕ. Вырăн çинче те чунне килĕшменни тупăнчĕ унăн. «Кун пек хăтланас мар, паçăрхи пекех лайăхчĕ-иç»,—йĕрмĕшрĕ Инесса…

…Ирхине вĕсен хушшинче иккĕшĕн чĕрине те ыраттаракан пăтăрмахлă калаçу пулса иртрĕ.

— Упăшкаран саккунлă уйрăлса пĕтсен иксĕмĕр саккунлах çырăнăпăр. Юрать-и?—ыйтрĕ Инесса.

— Ытла та васкатăн эс,—тиркешрĕ Таранов.— Ачусем çинчен те пулин шухăшла-ха.

— Ачасемпе мана куçран ан тĕрт-ха, тархасшăн,— хурлансах йăлăнчĕ Инесса.— Вĕсене шеллесе çак таранччен упăшкаран уйрăлмасăр пурăнтăм ĕнтĕ. Ирĕксĕртен пурăнтăм, ирĕксĕртен! Халь ачасем çитĕнсе çитрĕç, вĕсем хăйсем тĕллĕнех пурăнма пултараççĕ. Вĕсене кăна мар, мана хама та телей кирлĕ-çке!—Инесса арçын çумне тĕршĕнчĕ, ăна чăпăрт! чуп туса илчĕ.— Маншăн çĕр çинчи чи пысăк телей — санпа пĕр килте пурăнни, санпа пĕр сывлăшпа сывлани. Çырăнма хваттер пирки шикленетĕн пулсан çырăнмасăрах пурăнăпăр эппин, эп апла та килĕшетĕп…

— Эс апла та, капла та килĕшетĕн пуль-ха, анчах ял-йыш мĕн калĕ мана?—Таранов пĕрре пукана тÿрлетсе лартрĕ, тепре кĕнеке шкапĕн алăкне уçса пăхрĕ, юлашкинчен шифоньер çумне сĕвенсе тăчĕ:— Петр Васильевич ман иккĕмĕш сыпăкри тăван вĕт! Яла кайма çул питĕрĕнет.

— Ура çинче чăнлăх çук теççĕ.— Инесса арçын аллинчен карт! туртрĕ, хăйĕнпе юнашар диван çине лартрĕ, ыталаса илчĕ.— Яла кайса мĕн тăватăн эс? Унта тăван-пĕтен çук-иç сан! Хальхинче те ху Сулагаев хăта патĕнче çĕр каçнă, эп пĕлетĕп. Иксĕмĕр пĕрлешсен те пире яла хăнана чĕнекен пулмĕ. Ман хамăн та хурăнташ таврашĕ çук унта. Сулагаев хăта пур ĕнтĕ, анчах вăл ватă.

— Аслă ывăлу тата?—аса илтерчĕ Таранов.— Вăл хăйĕн арăмĕпе Атăл тăрăхĕнчи темле облаçа вăхăтлăх кăна куçса каять темеççĕ-и?

— Вăхăтлăх мар, унтан яла нихçан та таврăнмасть!— çивĕччĕн кастарчĕ Инесса.— Ашшĕ ытлашши пăлханса ÿкесрен кăна ывăлăм ăна «çăмăл машина туянмалăх укçа ĕçлесе илсен каялла таврăнатпăр» тенĕ. Вырăнĕ лайăх унта, хам кайса куртăм. Ялĕ пысăк, пирĕн республикăри пĕр-пĕр район центрĕ пек. Ывăлăма çамкинчен таккасах каларăм, упа шăтăкĕ пек пĕчĕк яла каялла ура ярса ан пуснă пултăр терĕм.

Хăй çуралса ÿснĕ яла упа шăтăкĕпе танлаштарни Таранова килĕшмерĕ, каллех пÿлĕмре калла-малла кумма тытăнчĕ:

— Ытла та улшăннă-çке эс, Инесса! Тахçан пирĕн яла хăвăн ирĕкÿпе ĕçлеме пынăччĕ пулас, халь акă ăна пĕр хĕрхенмесĕр тиркетĕр

— Тăхта-ха,— чарчĕ Инесса.— Эп сирĕн яла мĕнле майпа пырса çакланнине аванах пĕлетĕн вĕт. Сана ун çинчен тахçанах каласа кăтартнă, тахçанах. Манпа хирĕçмелли сăлтав пултăр тесе юриех маннă пашалу çирĕн-им?

— Маннă пашалу пирки хитре каларăн вара, чисти хамăр енчи пек!—ырларĕ хĕрарăма Таранов.— Эс пирĕн яла мĕнлерех лекни пирки ăнсăртран пăтрашăнтăм, каçар. Аçу хушнăччĕ-çке сана пирĕн ялти библиотекăра ĕçлеме.

— Хушнипе çырлахман — хăваласа янă вăл мана сирĕн яла!—кăвак куçне çиллессĕн тĕлкĕштерчĕ Инесса.— Ара, вăл райĕçтăвком председателĕ Корсаков-çке, епле хирĕçлĕн ăна! Мана вăл ун чух ырă шухăшпах яла ĕçлеме янă-ши? Иккĕленетĕп халь. Шупашкарти пысăкрах пуçлăхсем умĕнче ырă ятлă пулас килнĕ тен унăн. Тата пысăкрах вырăна лекме ĕмĕтленнĕ-тĕр. Çавăн пиркиех кайран упăшкапа иксĕмĕре Казахстана çерем уçма хăваласа ячĕ.

— Ара, унтан таврăнсан Петр Васильевичпа иксĕр район центрĕнче, хулара, пурăнма пуçланă-иç! Хваттер те панă сире,— шÿтлерех, çăмăлраххăн калаçма тăрăшрĕ Таранов.— Анчах эсир каллех пирĕн яла, хайхи упа шăтăкне, куçса пынă. Çавăн чух сире аçу хăвалама пултарайман, унччен вăл вилнĕ пулас.

— Тăрăхларах калаçасси пĕтмерĕ ĕнтĕ сан, Микихвĕр,—ÿпкелешрĕ Инесса.— Ман чун-чĕрене ăнланма тăрăшма. Юрать-и? Атте вăхăтсăрах çĕре кĕрсен пире шутсăр йывăр килчĕ. Ăна тиркеме тытăнчĕç вилнĕ хыççăн: кунта та йăнăш, лере те йăнăш тунă имĕш Корсаков юлташ. Пирĕн çине те чалăшшăн пăхма пуçларĕç. Пĕр ырă çын тупăнчĕ те, эпир яланлăхах упăшкан тăван ялĕнче пурăнма вырнаçас терĕмĕр.

— Ырă çынни Ярабаев пулĕ-ха?—ыйтрĕ Таранов.

— Ну, çавă пултăр, мĕнех вара?—темшĕн пăртак хĕрелсе илчĕ Инесса.— Ун çинчен мар-ха сăмах. Çав йывăр вăхăтра эп «упăшкаран уйрăлас та хуларах юлас, хваттере çухатас мар» тесе те шутласа пăхнăччĕ, анчах—виçĕ пĕчĕк ача. Çапла, çавăн чухнех килĕшмен мана упăшка, ачасене хĕрхенсе çеç чуна хытарса пурăннă унпа.— Инесса диван çинчен тăрса Таранова çупăрларĕ, ун çумне çыпçанкă пек çыпçăнчĕ.— Тăнран кăларса ятăн мана çĕркаç. Саншăн эп ырăран ырă арăм пулăп, мĕн хам виличчен куç пек упраса усрăп. Ял-йыш сăмахĕнчен питех хăрама кирлĕ мар. Пĕр хушă шавлать те майĕпен лăпланать. Пĕрлешмеллех пирĕн иксĕмĕрĕн.

Таранов: «Ку пысăк ыйту. Васкамăпăр. Капла эс ĕçрен те юлма пултаратăн»,—текелесе хĕрарăм ытамĕнчен аран-аран хăтăлчĕ. Инесса кÿренерех тумланчĕ: «Библиотека вуннăра кăна уçăлать, унччен тата пĕр сехет. Килĕшмерĕм пулмалла, çавăнпа хăвалатăн мана». Таранов çиелтен пăхма ăна ăшшăнах ăсатса кăларса ячĕ: «Эс тем ан шутла. Çырмалли нумай. Çавăнпа вăхăт хаклă. Сана виçмине çиччĕ тĕлне чун пекех кĕтетĕп».

Тарановăн чăнах çырмалли нумай,—Инесса пур — кашни кун тенĕ пек килсе çÿреме пуçларĕ. Кирек хăçан та унăн пĕр сăмах: «Сансăр мана хулара ялтинчен те кичемрех. Яланлăхах куçса килем-и?» Таранов татăклăн нимех те каламаннине кура хайхискер Ярабаев ятне асăнчĕ: «Вăл мана ялта, председательте ĕçленĕ чух та, кун паман. Ялан пĕр сăмахчĕ унăн: «Саншăн эп пин выговор илме хатĕр». Иккĕшĕ халь пĕр заводра ĕçлеççĕ иккен: пĕри — библиотекăра, тепри — кадрсен пайĕнче. Инессăна ĕçе вырнаçма Ярабаев пулăшнă. Район центрĕнчи арăмĕнчен уйрăлса Шупашкара пурăнма куçнă ку. Таранов кÿлешенçи пулчĕ: «Ĕнер эс ăна ыталанă, паян мана-и?» Инесса йĕрсе ячĕ: «Эс мана кам вырăнне хуратăн? Эс ман иккĕмĕш арçын кăна. Пĕрремĕшĕ те пулма пултарнă, çавăншăн ху айăплă». Чăннипех калать пуль-ха Инесса, анчах Тарановăн авланас килмест: кирек мĕнле хĕрарăмăн та «эс ман арăм пулатăн» тесе хут уйăрттарнă хыççăн тепĕр куннех мăйракапа хÿре шăтса тухас пек, çĕр çинче тепĕр шуйттан хушăнас пек туйăнать…

…Пĕр каçхине, çиччĕ, иртсен, электрошăнкăрав çине- çинех виçĕ хутчен вăрăммăн чăнкăртатрĕ. Таранов ручкине сĕтел çине кăмăлсăррăн хучĕ те: «Инесса пулсан — кĕртместĕп!» тесе алăк патне чĕрне вĕççĕн утса çывхарчĕ, пĕчĕк шăтăк витĕр тулалла пăхрĕ: хура сăран пальто, хура калпак тăхăннă хĕрарăм, анчах Инесса мар—унран лутрарах пÿллĕ. «Ара, ку Наталь-çке»,—палласа илчĕ Таранов. Çав çамрăк хĕрарăма унăн хваттерне икĕ çул каялла Маринэ икĕ-виçĕ хутчен ертсе килнĕччĕ. Таранова килĕшнĕччĕ çавăн чухне Наталь. Илĕртÿллĕ çамрăк хĕрарăм вăл: тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, пысăк кăкăрлă, йĕтĕрпе унама пек чипер ураллă. Çирĕм пилĕк урлă каçнă пулин те, вун улттăри-вун çиччĕри хĕрсене аса илтерет: çап-çамрăк сăнлă. Наталь мĕнлерех çемьере, мĕнлерех ÿссе çитĕннине те лайăхах пĕлет Таранов, ăна çавăн çинчен Маринэ каласа кăтартнă. Наталь Çĕпĕрти пĕр хулара çуралнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ. Ункă шывĕ тăрăхĕнчи чăвашсем, Сахмановсем, çавăнта стройкăра ĕçлесе пурăннă. Наталь çуралнă-çуралманах вĕсем, кил-çурт çавăрмалăх укçа пухнăскерсем, тăван çĕрне — Шупашкара таврăннă, таçти пĕр çырмара пĕчĕкрех кивĕ пÿрт («засыпушка» тенине) туяннă, çаранпа лаç пекки пулнă унта. Пурăна киле пÿртне пысăклатнă, çирĕплетнĕ. Пĕчĕкçĕ çĕр лаптăкĕ çинче çулсеренех пахча çимĕç туса илнĕ, виçĕ-тăватă улмуççи ÿстернĕ. Хуллен-хуллен саплаштарса чиперех пурăнатчĕç пулĕ Сахмановсем, анчах пĕр çулхине кил пуçĕ Атăла путса вилет: уяр шăрăх кун юхан шыв хĕррине çитсен ÿсĕрскер тÿрех шыва чăмнă-мĕн, шăнăрĕ хутланса ларнă-тăр — каялла тухайман. Унăн арăмĕ Тарье инке виçĕ ачапа пĕччен тăрса юлать. Икĕ хĕртен пĕрне, аслине, вăтам шкултан вĕренсе тухичченех ялта кукамăшĕ пăхса çитĕнтерет, Натальпе унăн пиччĕшне — Тарье инке хулара хăй. Тăлăха юлнă хĕрарăм хуйха-суйха çирĕппĕн чăтса ирттерме вăй çитереймесĕр час-часах сыпкалама пуçлать, арçынсем те тупăнкалаççĕ ĕнтĕ хутран-ситрен. Ĕçрен ютшăнман-ха вăл: ачисене тăрантармалăх, тумлантармалăх укçа пултăр тесе хурçă шăратакан цехра вăй хунă. Унти ĕç хĕрарăмшăн çăмăлах мар: ывăннă Тарье инке çывăрма выртас умĕн ĕçме тесе час-часах эрех иле-иле килнĕ, çуррине е унран ытларах ĕçсен-и — кĕленчине ăçта та пулин пытарма тăрăшнă. Анчах ача куçĕнчен ним те пытараймастăн: Наталь амăшĕ тĕлĕрсе каясса кăна кĕтнĕ — кĕленчери эрехе ĕçме васканă, ун чухне вăл вун тăваттăра пулнă. Кĕçех туртма хăнăхнă. Çапах та темле ГПТУран чиперех вĕренсе тухнă-ха хăй. Маринэпе Таранов хваттерне килкелесе çÿренĕ çул Наталь тахăш заводра слесарьте ĕçлетчĕ. Виççĕри хĕр ача пурччĕ унăн; пĕр йĕкĕте качча тухнă та çулталăкран уйрăлнă. «Тарье инке кĕрÿшне пропискăна тăратма килĕшмен, çавăнпа Натале пăрахнă лешĕ»,—çапларах ăнлантарнăччĕ Маринэ. Атăла пĕвелени Сахмановсемшĕн усăллă пулнă: çырмари тăйлăк-тайлăк кил-çуртран тăхăр хутлă чул çуртри виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере пурăнма куçнă. «Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте хăш-пĕр чух тупăкри пек тăвăр»,— ÿпкелешнĕччĕ Наталь пĕррехинче Маринэпе пĕрле хăнана килсен. Çав сăмахран ытларах урăххи тĕлĕнтернĕччĕ Таранова ун чух. Маринэ туалета кайсан кухньăра Натальпе Таранов кăна юлнăччĕ. Çамрăк хĕрарăм, кăштах ĕçкеленĕскер, кĕтмен çĕртен мăйĕнчен уртăнчĕ: «Эс мана питĕ килĕшетĕн, анчах Маринэрен хăратăп»,—терĕ те чуп тума тытăнчĕ, туалет алăкĕ уçăлни илтĕнсен тин айккинелле вĕлт! турĕ. Çакăн хыççăн: «Ку кайăк ман алăка хăçан та пулин пĕччен килсе шăнкăртаттарать»,—ĕмĕтленнĕччĕ Таранов, анчах икĕ-виçĕ кунранах ăна Маринэ хайхи çамрăк хĕрарăм хăйĕн ачине амăш аллинче хăварса Çĕпĕре хăй çуралнă хулана тухса кайни çинчен пĕлтерчĕ. Халь акă вăл, Наталь, икĕ çултан каялла çаврăнса çитнĕ иккен. Таранов алăка уçсан хайхискер кайăк вĕçнĕ пек хăвăрт кĕрсе тăчĕ. Духипе сапăннă, сăрланса якалнă: куç айĕ — симĕс, тути йăлтăркка кĕрен.

— Мана паллатăр-и, астăватăр-и?—ыйтрĕ вăл сывлăх сунсан.

— Пĕррехинче мана çав тери хĕрÿллĕн чуп тунăччĕ те, сана епле манăн?—йăл кулчĕ Таранов.— Ман тута халь те кăвар пек тĕлкĕшет.

— Урăххи чуп тунипе тĕлкĕшет пуль-ха, мана тасаран çылăха ан кĕрт.—Кил хуçи кăмăллăн калаçнине кура Наталь хывăнма тытăнчĕ:—-Эп нумайлăха мар, ан хăра. Мана Маринэ адресĕ кирлĕ, çавăнпа килтĕм.

— Унăн адресне пĕлместĕп çав, вăл пĕр çыру та çырман.— Таранов хĕрарăм пальтине пăтана çакрĕ, аттине хывма пулăшрĕ:—Хăйсен тусĕсене сирĕн пеккисем хăвăрт манаççĕ мар-и?

— Пурне те Маринэпе ан танлаштар. Манма пултарайманнисем те пур.— Наталь кухньăна хăвăрт иртрĕ, пĕчĕк сĕтел хушшине пукан çине ларчĕ, аллинчи ылтăн сехечĕ çине пăхса илчĕ,— Çиччĕ те çитмен-ха, васкамаллах мар.

— Пăх-халĕ, ылтăн сехет-çке сан! Алка та ылтăнах пулас-ха,—тĕлĕнчĕ Таранов.— Мĕн, Çĕпĕрте пуян упăшка тупрăн-им?

— Упăшка таврашне шанса нумаях пуяймăн. Икĕ сезон эп Лăпкă океанта пулă тытнă,— Наталь кĕсйинчен сигарет туртса кăларчĕ.—Кунта туртма юрать-и?

Таранов пÿлĕмре никама та пирус-сигарет таврашĕ турттармасть, Наталь те балкон çине тухрĕ. Çав хушăра Таранов сĕтел çине эрех кĕленчи кăларса лартрĕ, çыртмалли-çимелли те хатĕрлерĕ: кăлпасси, чăкăт, йÿçĕтнĕ хăяр. Наталь çÿçене-çÿçене кухньăна кĕрсен сĕтел çинче мĕн пуррине курчĕ те хăмăр куçне хаваслăн çиçтерсе Таранов çумне ачашшăн тĕршĕнчĕ:

— Ай, мĕнешкел ырă çын эс! Ман кăштах мухмăр пур, çавна та тавçăрса илнĕ!—Черккине пушатман аллине хăяр тытрĕ.— Ку ман чи юратнă апат. Çавна та пĕлетĕн-çке.

Таранов хăнана тараватлă сăйланă май океанти пулă- çăсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ:

— Мĕнле унта — çăмăл-и, йывăр-и?

Анчах Наталь ним те шарламарĕ, черккине тĕппипех ĕçсе ярсан ури çине тăчĕ, Таранова хулĕнчен çаклатрĕ:

— Айта, кайрăмăр! Секс пулă тытничен хаваслăрах.— Залра шифоньер хыçĕнчи кравать еннелле пăхкаласа Наталь çийĕнче мĕн пуррине пĕтĕмпех хыврĕ, юлашкинчен кăкăр çыххине салтрĕ.—Эс мĕн аран-аран мĕшĕлтететĕн, хывăнма хамăн пулăшмалла-и?—терĕ те Таранов чĕркуççийĕ çине пырса ларчĕ, тăсăкрах пысăк кăкăрне тытса пăхма сĕнчĕ:—Хытти пур-ха унăн, пĕтмен…

Вĕсем иккĕшĕ вырăн çинче выртнă чух шăнкăрав икĕ хутчен шăнкăртатрĕ: Инесса ку, урăх никам та мар. Вырăн çинчен тăма хăтланакан Натале Таранов çирĕпрех ыталама тăрăшрĕ:

— Шăнкăртаттарать-шăнкăртаттарать те каялла çаврăнса утать, сас памăпăр.

Çаппа-çарамас Натали арçын ытамĕнчен пулă пек шăвăнса тухрĕ.

— Сан патна мĕнлерех хĕрарăм улаха çÿрет, çавна пĕлес килет.— Вăл хăйĕн çине халат уртрĕ те тÿмине тÿмелесе чăрманмарĕ, çара ÿтне çутăлтарса алăка уçрĕ.—Сире кам кирлĕ?

— Каçарăр! Эп йăнăшнă. Мана Петровсем кирлĕччĕ.

Инесса сасси! Ванна алăкĕ тĕлĕнче хытса тăнă Таранов питех кулянмарĕ: «Халь килме пăрахать ĕнтĕ. Таси паха теççĕ ваттисем».

— Эс мĕншĕн шап-шурах? Сан варлине хăратса тартрăм пуль тетĕн-и? Ан хăра: пĕр карчăк темле Петровсене шырать.— Натали халатне хывса диван çине ывăтрĕ:— Айта, иксĕмĕр ваннăра çăвăнăпăр. Ун хыççăн ыталашма та типтерлĕ, çывăрма та канлĕ.

…Тепĕр виçĕ кунран, кăнтăр иртсен, пÿлĕме ян янратса телефон шăнкăртатрĕ. Таранов, çырса лараканскер, ручкине хучĕ те аллине трубка тытрĕ: унта Инесса сасси янрарĕ. Пĕрре хурлăхлăн, тепре çиллессĕн:

— Итлетĕр-и мана, Таранов? Туятăп, итлетĕн. Юлашки хут чăрмантаратăп сире. Акă мĕн: сирĕн пирки йăнăшнă иккен. Эсир эп шухăшланă пек çын пулман. Хăравçă, чунсăр, икĕ питлĕ. Нит тени никамран ытла сире хăвăра кирлĕ.

— Сире те пăсмасть вăл. Эсир хăвăр та пĕлĕт çинчи пирĕшти мар, çĕр çинчи çын.—Трубкăна аппарат çине шăнкăрт! хурса Таранов каллех ручка тытрĕ. Пĕр йĕрке çырчĕ, хуратрĕ, тепĕр йĕрке çырчĕ, татах тем килĕшмерĕ. Аптранипе кăштах уçăлас тесе балкон çине тухрĕ. Ещĕк- ри типсе хăрнă чечексем хушшинче чакаланакан кăсăя пар! çĕкленчĕ, çул урлă вĕçсе каçса юманлăхра çухалчĕ. Çумăр та хăратмасть кайăка — ирĕклĕн те çăмăллăн вĕçсе çÿрет. Çумăрĕ вара чашлаттарсах çăвать. Вунă кун ĕнтĕ чарăнма пĕлмест. Хушшăн-хушшăн кăна кăшт-кашт уярткаласа илет. Вăхăчĕ çавнашкал — юпа уйăхĕн çурри, вăл сахал çул типĕ килет. Çул леш енчи çулçă тăкса хуралса пыракан юманлăх тăван вăрмана, çуралнă яла аса илтерчĕ. Куç умĕнче акă Сулагаев курăнса кайрĕ. «Чăнласах калатăп — çитсе килетĕпех сан патна пĕрре»,—шантарнăччĕ вăл ăсатнă чух. Килтĕрех: унпа калаçма кăмăллă, хăш-пĕр чухне ытлашши çивĕч сăмахпа шиклентерсе те пăрахать ĕнтĕ, çапах та кăмăллă. Юлашки кунсенче Натальпе тĕл пулкалать Таранов, анчах çав çамрăк хĕрарăмпа мĕн çинчен калаçăн? Унăн пуçĕнче секс, эрех тата çипуç шухăшĕ кăна. Çук, ĕç çинчен те кăшт шухăшлать пулас: заводран завода чупсах вырăн шырать. Ĕçне тупĕ-ха, анчах ĕçлеме вăй çитерĕ-ши? Иккĕленет Таранов, мĕншĕн тесен Натальшĕн ĕçкĕ ĕçрен хаклăрах çав. Акă унăн аппăшех, ашшĕ сарăмсăр вилнĕ хыççăн ялта кукамăш килĕнче ÿссе çитĕннĕскер, пур енчен те йĕркеллĕ хĕрарăм: суту-илÿ техникумĕн каçхи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă та тĕп универмагра ĕçлет, ĕçмест, икĕ ача ÿстерет. Тарье инке вара упăшки вилсен час-часах ĕçкеленĕ пулин те, заводра чиперех ĕçленĕ, Мухтав хучĕсем те илнĕ, ватăлнă май ĕçме те пăрахнă. Вĕсемшĕн, Тарье инкепе унăн аслă хĕрĕшĕн, ял сывлăшĕ усăллă пулнă-ши? Наталь, хулара ÿссе çитĕннĕскер, шăрчăк пекех тринкки-транкки сиккелет авă. Ун пеккисем хулара сахалах мар: чăвашла вă- танарах калаçаççĕ е пачах калаçмаççĕ — ни вырăс, ни чăваш вĕсем. Çĕр çинчи кирек мĕнле ÿсен-тăрана та тĕп тымар кирлĕ, унсăрăн вăл хăрать. Наталь пеккисем — тĕп тымарĕ хăрнă мĕскĕнсем мар-и? Вĕсене чăваш ĕçченлĕхĕ, сăпайлăхĕ, аптраманлăхĕ çитмест. Темскер ырри, лайăххи пĕтсе пымасть-и капла? «Ку ыйту пирки пĕр-пĕр хаçат валли статья çырмалла-тăр»,—шухăшларĕ Таранов. Статья çырма лариччен кампа та пулин канашласа пăхсан аван пулмалла та. Таранов шухăшне инçетренех сисрĕ-ши Сулагаев— пĕр ирхине алăка чăмăрĕпе тÿнлеттернĕ:

— Тавай уç, Никифор Ильич. Ку эп, хайхи «сулахай радикал».

Ун чухне Таранов килĕнче Наталь пĕччен мар, хăйĕн пилĕк çулхи сап-сарă кăтра çÿçлĕ хĕр ачипе пĕрле çĕр каçнăччĕ. Вĕсем, тин çеç вырăн çинчен тăнăскерсем, сĕтел хушшинче компот ĕçсе ларатчĕç. Таранов хыпăнса ÿкрĕ:

— Хăвăртрах тумланăр та кунтан тухса шăвăнăр, тархасшăн. Ялтан хаклă юлташ килчĕ!

— Алăка ан уç!—хушрĕ Наталь.—Эп е вăл хаклăрах?

— Зала та пулин кайса ларăр эппин.

Наталь аран-аран ÿкĕте кĕчĕ. Хĕр ачипе пĕрле зала кайрĕ. Хĕрарăм тенине пурне те курас, пурне те пĕлес килни канăç памасть вĕт: Сулагаев хывăннă вăхăтра Наталь зал алăкне уçса пăхмасăр чăтаймарĕ. Унăн сăнне, кĕлеткине лайăхах асăрхаса юлчĕ ялтан килнĕ хăна. Таранов лайăхмарланчĕ:

— Çавăн пек лару-тăру ман кунта.— Вăл хăнана хулĕнчен çаклатрĕ, кухньăна кĕрсен сĕтел хушшинчи пукан çине ларма сĕнчĕ:

— Ку хĕрарăм вăхăтлăха вĕçсе кĕнĕ кайăк кăна, эс тем ан шутла.

— Вăхăтлăха-и, яланлăха-и, анчах ытла та çамрăк вăл сан.— Сулагаев шÿтлеме хăтланчĕ.— Чуну çамрăкланчĕ-им?

— Эп кăна мар, эс ху та çамрăкланнă мар-и? Йăлтăр- йăлтăр йăлтăртататăн.

Сулагаев, чăн та, хăй çамрăк чухнехине аса илтерет. Хĕрлĕ кĕреçе сухалне каснă, яп-яка хырăниă. Питĕнчи вир пĕрчи тĕслĕ чĕкеç шатри яр-уççăн палăрать. Вăл хÿхĕм костюм тăхăннă, галстук çакнă.

— Шупашкара эп туйра ташлама килнĕ те, хуларисем умĕнче интеллигент пек курăнас терĕм.—Туй-çуй çинчен хаваслăнрах каласа памалла пек — Сулагаев вара тарăхарах, тăрăхларах калаçрĕ:—Тăхлачă качча патăмăр, Ярабаевпа пĕрлештертĕмĕр. Килес мар тенĕччĕ те, Пурхиле çине тăрсах йăлăнчĕ. Эп килмесен ăна кин умĕнче аван мар. Кинĕн, Ренатăн, чĕлхи чĕрĕ тата. Пурнан пурнăçра пурне те шута илмелле.

— Инессăна Ярабаева качча патăр-им?—тавçăрса илчĕ Таранов.

— Çапла, çавăн пек пысăк ĕç турăмăр,—«пысăк» сăмаха тăсарах каласа витлешрĕ Сулагаев,—Эп хам, Инесса вырăнĕнче пулсан, Ярабаев пек пуш хăмланă качча тухас пур, Петр Васильевичран та уйрăлас çук. Хĕрарăм чунĕ ĕмĕрхи вăрттăнлăх çав, ăна ăнланма йывăр.—Сулагаев самантлăха шăпланчĕ, кил хуçи çине сăнарах пăхрĕ:— Ялта вара хăш-пĕрисем «Петр Васильевич арăмне хамăр ял писателĕ вăрласа кайнă» тесе пăшăл пăтти пĕçернĕччĕ пĕр хушă. Каллех темле шарада.

— Нимле шарада та çук унта!—тутине йĕрĕнерех чалăштарчĕ Таранов.—  Тĕпĕртетнĕ пуль ĕнтĕ Инесса кам умĕнче те пулин писатель мана качча илме хирĕç мар тесе. Хĕрарăмсен чĕлхи вăрăм. Петр Васильевич хăй мĕнле пурăнать унта?

— Чиперех пурăнать, каллех колхозра ĕçлет. Аксанов механизаторсем митинг ирттересрен хăрарĕ пулас та, Петр Васильевича тĕп инженера лартрĕ. Арлашкин вара ĕç инженерĕ халь. Ман ывăл хулана куçса килни уншăн лайăх пулчĕ, хăямат.— Сулагаев ассăн сывласа илчĕ те кĕçех сăн-питне ăшă кулăпа çутăлтарчĕ:— Инесса тăхлачă Ярабаевпа пĕрлешнишĕн Петр Васильевич питех кулянмасть пуль. Калас-и мĕншĕнне? Варламовăн тăлăха юлнă арăмĕпе Верукпа ваç-ваç вăл! Çавăншăн вĕсене тиркеме кирлĕ мар-тăр. Варламовăн хĕрĕх кунне тахçанах ирттернĕ. Вилнĕ çынна чĕртсе тăратаймастăн.

Таранов йывăр чирлĕ, виççĕмĕш инфаркт çитсе çапсан паян-ыран тенĕ пек вилме пултарать. Çавăнпа-и е унăн пуçĕнче яланах «нит» сăмах явăннăран-и ăна хайхи хĕрарăм упăшки вилнĕ-вилменех тепĕр арçынпа çывăхланни килĕшмерĕ:

— Варламовсен пĕр хĕр ача пур пек астăватăп, ăна ăçта чикрĕ тата Верук?—сиввĕн тăрăхласа ыйтрĕ вăл.

— Ниçта та чикмен хĕрне Верук инке, качча панă. Упăшкин хĕрĕх кунне ирттернĕ хыççăн ирĕксĕртен туй пекки тума тивнĕ унăн. Йĕпе çине сапа тенĕ пек, инкекĕ те хăраххăн килмест теççĕ. Упăшкине пытарнă хыççăн уйăх иртет-и — хĕрĕ ăна тепĕр хуйхăллă хыпар пĕлтерет: «Манăн çире пур, иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ». Хĕрĕ унăн сакăр класс пĕтерсен хулари пĕр ГПТУра маляра вĕреннĕ, канмалли кунсенче час-часах яла килсе кайнă, кашнинчех Кермăн- па тĕл пулма васканă. Вăйăран мăйрака шăтать теççĕ, юратуран — урăххи. Иккĕмĕш хуйхи çинчен Верук никама калама та вăтаннă: хĕрĕ вун çиччĕ те тултарман-çке! Чи малтан Кермăнсем патне чупнă, анчах лешĕ кутăна пенĕ: «Тен, хулара кама та пулин тупнă вăл?» Юрать каччă амăшĕ Хĕвекле кинеми ырă кăмăллă, ăслă çын пулнă, ывăлне тустарма пуçланă: «И-и, мĕн калаçан, услап?! Верук хĕрĕ хуларан яла саншăн кăна килсе çÿретчĕ те, эс халь капла-и? Халех çавăтса кил ăна хамăр киле, атту хам илсе килетĕп…»

— Халь Хĕветле инке те, Верук та хаваслă: пĕрин кин пур, тепри пĕр хуйхă-суйхăран тасалчĕ,— йăл-ял кулкаларĕ Сулагаев.— Кермăна вара хăй вăхăтĕнче хăюллă пулнăшăн мухтама та юрать кăштах: ялта пĕр çамрăк хĕрарăм хушăнчĕ, атту Верук хĕрĕ маляра вĕренсе тухсан хулара юлатчĕ те ялшăн пуçĕпех çухалатчĕ.

— Çапах та Верук мана тĕлĕнтерет,— çаплах тиркешме чарăнаймарĕ Таранов.— Упăшкипе — кун пек, хĕрĕпе ун пек пулнă, вăл вара савни тупма хыпкаланнă.

— Ĕç-пуç çавăн пек çаврăнса тухнăшăн Верук мар, Петр Васильевич хăта айăплăрах тен?—симĕс куçне чеен ялкăштарса илчĕ Сулагаев.— Вăл хĕрарăм тĕлне çаклансан нихçан та маххă памасть. Верук малтан хирĕçкеленĕ пуль те, анчах кайран…

— Çитĕ, вĕсем çинчен калаçмăпăр, хăйсенне хăйсем пĕлеççĕ ĕнтĕ,— Таранов холодильник алăкне уçма пикенчĕ.—Çакăнта тупăнать ман çур кĕленче.

— Çук, кирлĕ мар,—аллине сулкаларĕ Сулагаев.— Ÿсĕр пуçпа çул çÿреме юратмастăп эпĕ. Ĕçес тесен ывăлпа кин патĕнче те эрех-сăра сĕтел туллиехчĕ. Билетне ĕнерех илнĕ— тепĕр сехетрен автобус çине ларатăп та ялалла «тÿттÿрÿт!» вĕçтеретĕп.— Сулагаев сăнран тĕксĕмленчĕ, яп- яка хырнă янахне канăçсăррăн сăтăркаларĕ:—Сан патна йăпăртлăха çеç кĕтĕм. Çыртăн-и е çырмарăн-и «Пурнăç курки» юрă историйĕ çинчен мĕн те пулин, çавна пĕлес терĕм.

Таранов хăнана пĕр чашăк вĕри кофе тыттарчĕ:

— Çакна та пулин ĕç ĕнтĕ. «Пурнăç курки» çинчен вара хăвăнах çырмалла, хăвăнах! Ман унпа аппаланма вăхăчĕ те хĕсĕкрех.

Те ку сăмах, те урăххи килĕшмерĕ — кофе ĕçсе янă-яманах Сулагаев сывпуллашма тытăнчĕ. Ăна Таранов лифт патне çитиччен ăсатрĕ. Сулагаев: «Пирĕн ялта çак кунсенче радиора ĕçлекен çамрăк журналист пулчĕ. Кермăн хуйхи-суйхине магнитофон çине çырса илчĕ. Лешĕ хăйне валли çĕр илесшĕн… Эс халь ху институтра пĕрле вĕреннĕ мăн пуçлăх патне Кермăн пирки калаçма каймасан та пултаратăн»,—терĕ те лифт кабинине кĕрсе кайрĕ. Хваттерне Таранов кăмăлсăррăн таврăнчĕ: «Писателĕн пĕр-пĕр ыйту пирки пĕр ĕçлĕ вырăнтан тепĕр ĕçлĕ вырăна кĕлмĕçленсе çÿремелле-им? Унăн çырмалла. Вăл шыраса тупнă сăнарлă çивĕч сăмах Аксановпа хайхи мăн пуçлăх е Кермăн чунне вут пек çунтартăр, çапла майпа нит тенĕ туйăма вăраттăр».

Наталĕн хăйĕн хуйхи-суйхи:

— Эс мĕншĕн ăмăр сăнлă? Ман пирки мĕн те пулни аван мар сăмах каларĕ-и ялтан килни?

— Ан пăлхан: сан пирки темех каламарĕ, ытла та çамрăк ку хĕрарăм терĕ çеç.

— Ытла та çамрăк терĕ-и?—тĕлĕнчĕ Натали.—Сан ăна вăл çирĕм çиччĕре уш темеллеччĕ.

— Ах, ытла та айван-çке эсир, çамрăксем!—Натале кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ Таранов.— Вырăн тупрăм, ĕçе виçмине пĕрремĕш сменăна тухмалла терĕн-и-ха? Апла тăк паян ман патăмран ниçта каймастăн. Иксĕмĕр борщ, çатма икерчи пĕçерĕпĕр. Ху килĕшсен ресторана та çитĕпĕр…

13

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

…Таранов темле ял тĕлне çитсе тухрĕ. Икĕ пысăк урам юхан шыв хĕрринелле тăсăлать. Аксанов ертсе пыракан колхозăн тĕп ялĕ-им ку? Укăлчара, кермен евĕр икĕ хутлă Культура çурчĕ умĕнче, пасар пек халăх хĕвĕшет. Сасартăк Инесса курăнса кайрĕ. «Эх, Микихвĕр, эс мана юхха хĕрарăмпа улăштартăн»,—терĕ те çăмăл машинăна Ярабаевпа юнашар кĕрсе ларса таçта куçран çухалчĕ. Унччен те пулмарĕ — Таранов умне Петр Васильевич çитсе тăчĕ: «Тăван мар эс маншăн тек! Сан патăнта Инесса пĕрре мар çĕр каçнă вĕт. Персе е çакса вĕлермелле сана!» «Вĕлермелле ăна, вĕлермелле!»—кăшкăрчĕ темиçе çын пĕр харăс. Вĕсенчен пĕри хаçат таврашĕнче ĕçлекен Нямуков. «Вĕлермелле Таранова, вĕлермелле!—кăшкăрать ыттисемпе пĕрле.— Мĕншĕн тесен вăл авангардист мар, сурпан-масмак кăна!» Куçĕ умĕнче кĕçех Трахви тракторист мĕлтлетрĕ. Вăл: «Никифор Ильич пирĕн çинчен, ялти тĕп фигурăсем, механизаторсем çинчен, çав-çавах тăрăхласа çырать»,—тесе Таранов кĕсйинчен çирĕм пилĕк тенкĕ укçа кăштăрт! кăларса илчĕ:—Эрех ĕçтерсе вĕлеретпĕр ăна. Çапла-и?»—ыйтрĕ вăл хăйĕн юлташĕсенчен. «Çапла, çапла, эрех ĕçтерсе вĕлерес!»—Таранова кар хупăрласа илчĕç механизаторсем. Укçа ахальтен кăларса илмен иккен Трахви — ун аллинче кĕçех çур литр кĕленчи йăлтăртатрĕ. «Тавай ĕç, ĕç, ĕç!—эрех кĕленчине Таранов еннелле кăнтарать тракторист. Вăл юлашкинчен ăна писатель çăварнех чикме пикенчĕ: «Ĕç! Ĕç! Ĕç! Вил! Вил! Вил!»

…Таранов хăранă качкипе: «Ан вĕлерĕр!»—тесе кăш-кăрасшăнччĕ — сасси тухманнине аптраса хăвăрт кăна вăранса кайрĕ. Таçта мар, хăйĕн хваттерĕнче, вырăн çинче выртать иккен. Чунĕ лăштах пулчĕ Тарановăн: «Тĕлĕкре курăннă-иç ку хăрушă акăш-макăш!» Хăй йĕп-йĕпе тара ÿкнĕ, чĕри халь-халь çурăлса каясла кăлтлатать, йĕппе тирнĕ пек ыратать. Таранов вырăн çинчен йăраланса тăчĕ те кăкăрне хыпашла-хыпашла çутă çутрĕ. Тăватă сехет кăна. Таранов чĕрине эмел ĕçсе пăртак лăплантарсан каллех вырăн çине кĕрсе выртрĕ. Хăрушă тĕлĕк çаплах куçĕ умĕнчен çĕтме пĕлмерĕ. «Эс ху та Ярабаевпа пĕрлешме ытлашши васкарăн, мана Наталь ытамĕнчен туртса илмеллеччĕ сан. Халь, çак самантра, вырăн çинче юнашар выртаттăмăр тен?»—хăй ăшĕнче Инессăпа калаçрĕ Таранов. Хайхи Нямуков тени те тĕлĕкре ăнсăртран сĕмленмерĕ, сăлтавĕ пур. Нямуков хаçатра кăна — Нямуков. Сăввисем айĕнче унăн урăх хушамат: Авангард Куçми.

Сăввисене вăл малтан урăхларах суя хушаматпа — «Генрих Авангардист» псевдонимпа çаптарса кăларма ĕмĕтленнĕ имĕш, анчах капла чăвашлăх тени пачах сисĕнмест. Вара хайхискер хăйне «Авангард Куçми» теме пуçланă:

«Авангард Куçми» псевдоним кăшт чăвашларах — «Авăн карти Куçми» тенĕ пекрех — илтĕнет-çке! Сăввисене Нямуков — Авангард Куçми Европăна çывăх пулас тесе Дунай, Вăта çĕр тинĕсĕ е Атлантика океанĕ çинчен çырать, хутран-ситрен çăлтăрсем çинчен те шăрантарать, мĕншĕн тесен вĕсем сĕм çĕрле пĕр-пĕр Çăкасарпа Юманкасси е Парижпа Лондон тÿпинче те пĕр пекех йăлтăртатаççĕ! Тепĕр чухне вара сăввисене вăл тем çинчен çырать, çавна Таранов ăнланмасть. Хăш-пĕрисем ăнланаççĕ пулас-ха — Авангард Куçмине алă çупсах саламлаççĕ. Таранов: «Эп ухмахрах çын, çавăнпа ăнланаймастăп пуль?»—тесе аванмарланать те ыттисем авангардизм пирки тавлашнă чух çăварне шыв сыпма тăрăшать. Никамран ытларах Авангард Куçми хăй шавлать: «Авангардистсен çăл куçĕ —

Европа культурин пуянлăхĕ!» Тем ăс кĕнĕ Таранова — пĕррехинче вăл тахăшĕнпе авангардизм çинчен калаçнă чух каларĕ хучĕ: «Пустуях шавлаççĕ Европа культури пирки, вĕсен çăл куçĕ — халăх сăмахлăхĕ, фольклор эппин. Тупмалли юмахсем пур вĕт… Вĕсемпе усă курса хăшпĕрисем — шарада, авангардистсем вара сăвă майлаштараççĕ». Ку сăмаха шÿтлесе каларĕ Таранов. Авангардистсене хирĕçлемест вăл. Çырччăр-иç хăйсене килĕшнĕ пек. Пичетленччĕр. Хăйсене валли журнал кăларма тытăнччăр, ăслисем çырăнса илĕç. Куçмине вара шÿтлĕ сăмах тарăхтарнă: «Ăçтан ăнлантăр пире Таранов? Вăл сурпан-масмак пекех кивĕ çын. Çырасса та сурпан-масмакла çырать». Хайхискер тĕлĕкре авă ыттисемпе пĕрле «вĕлермелле, вĕлермелле!» тесе çухăрчĕ. Авангард Куçмин хаяр сăмахĕ мар, урăххи шиклентерчĕ Таранова: «Ĕçрĕм-ши тĕлĕкре эп эрех, пĕр тумлам та пулин лекрĕ-ши ăша?» Çакна асăрханă вăл: тĕлĕкре эрех ĕçсен нумаях та вăхăт иртмест — ăна мĕнле те пулин инкек такăнтарать. Чĕре чирлĕ чух кĕтсех тăр: çĕр çинче пурăнакан çыннăн чи юлашки инкекĕ — вилĕм — çитсе çапĕ те, леш тĕнчене ăсанăн.

Пуçа йывăр шухăш каплансан ыйха путма хĕн. Таранов тумланчĕ те чей вĕретсе ĕçнĕ хыççăн сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕ. Пилĕк калав хатĕр ĕнтĕ, машинисткăна çаптарма пама юрать, анчах унччен хăш-пĕр вырăнсене тÿрлеткелени пăсмĕ: таçта пĕр сăмах улăштарсан та тепĕр чух калав самаях лайăхланнă пек туйăнать. Тул çутăличченех, тăххăр иртичченех, вырăнтан тапранмарĕ Таранов. Чĕри хĕскĕчпе хĕстернĕ пек ырата пуçласан тин сĕтел хушшинчен тухса эмел ĕçрĕ, диван çине хутланса выртрĕ: «Калавсене тÿрлетсе пĕтерсе машинисткăна леçсе парас та ыран больницăна каяс»,—шут тытрĕ вăл чĕри çаплах йĕркесĕртереххĕн тапăлтатнине туйса. Кĕçĕр сахалтарах çывăрнăскер, хăй те сисмерĕ — тĕлĕрсе кайрĕ. Кăнтăр тĕлĕнче, ăна чăнкăртатнă сасă вăратрĕ. Телефон мар, электрошăнкăрава чун кĕнĕ: шĕл кăвар пек хĕмлене-хĕмлене чăнкăртатать те чăнкăртатать. Çÿçне-пуçне тирпейлесе Таранов хваттер алăкĕн пĕчĕк шăтăкĕнчен тинкерчĕ: Салтаванов иккен. Ку писателĕ алăк уçса кĕртмеллех, мĕншĕн тесен вăл ахаль йышши писатель мар, пуçлăх. Союз таврашĕнче вăй хурать. Çинçешке те пĕчĕкрех пÿллĕскер, пăшатана аса илтерет, ÿт-пĕвне кура чăн-чăн пăшатан хăй: çивĕчрен çивĕч — таçта кĕрсе тухма та вăй çитерет. Литературăра вăл пĕлмен ĕç çук: драма тесен — драма, калав тесен — калав, сăвă тесен — сăвă, статья тесен— статья çырать, куçармалла тесен — тутарларан та, пушкăртларан та, якутларан та, бурятларан та, нимĕç-лерен те, акăлчанларан та куçарать. Марс çинче пурăнакансен чĕлхинчен мĕн те пулин куçарăр тесен ăна та пултарать пуль, çав чĕлхерен вырăсла куçарни тупăнсан, паллах. Пĕчĕкрех пÿллĕ çынсем пысăкрах курăнас тесе пуçне каçăртса çÿреме юратаççĕ. Салтаванов та пÿлĕме кĕрсен кăркка пекех каçăрăлчĕ:

— Нумай çывăратăн, Микихвер, апла аван мар.— Салтаванов куçне хĕсрĕ:— Инкесем чăрмантарчĕç пуль ĕнтĕ каçхине йĕркеллĕ çывăрма?

— Инке шухăшĕ-и ман?—кăкăрне хыпашларĕ Таранов.— Чĕре ыратни кашни кун тенĕ пекех аптратать. Инвалид вĕт эп.

— Пĕлетпĕр эпир эс мĕнлерех инвалид иккенне. Вырăсла каласан, симулянт хороший! Литфондран укçа ыйтса хут çырнă чух кăна инвалид, ытти чухне вăкăр пекех сывă. Ахальтен мар ĕнтĕ ресторанта чипер çамрăк инкепе эрех ĕçсе ларатăн. Кунта, хваттерте те, пулма кирлĕ-ха сан ун пекки,— Салтаванов зала кĕрсе шифоньер хыçĕнчи кравать çинче мĕн пуррине тĕрĕслерĕ, йăпăртлăха балкон çине тухрĕ, ваннăпа туалет алăкĕсене уçа-уçа пăхрĕ.—Ăçта чикрĕн çав чиперккене? А-а, гастронома сăра илме кайнă пулĕ-иç! Иксĕрĕн те мухмăр пулĕ-ха сирĕн.

Натали кунта хутран-ситрен çĕр каçкалать, унпа Таранов ресторанта та икĕ-виçĕ хутчен пулнă, çавăнпа та вăл аванмарланчĕ, хăюсăррăн тÿрре тухма хăтланчĕ:

— Ăçтан мухмăр пултăр ман? Улттăмĕш çул тумлам та ĕçместĕп, эрехне мар, сăрине те.

— Ан суй, Микихвĕр, ан суй,—пÿрнипе юнарĕ Салтаванов.— Эс хваттерте вăрттăн ĕçетĕн теççĕ. Тăван ялна кайсан та икĕ кун пĕр урăлмасăр сăмакун кÿпнĕ.

— Мĕн терĕн эс?—Таранов тăр-тăр-тăр чĕтреме тытăнчĕ, çаврака пит çăмартинчен кĕç-вĕç юн сирпĕнесле хĕрелсе кайнăскер, писатель пуçлăха кап! ярса тытрĕ.— Айта балкон çине, унта калаçăпăр.

Салтаванов хваттер хуçи аллинчен вăйпах вĕçерĕнсе алăк патнелле вирхĕнчĕ, тухса тарма хатĕрленчĕ. Балкон çинчен асăнсан ахальтен сехри хăпмарĕ унăн. Тахçан-тахçан пулса иртнине манман, паянхи пекех астăвать ĕнтĕ. Çавăн чухне Мерчен Мишши хваттерĕнче çиччĕн-саккăрăнах пухăннăччĕ. Пурте çыравçăсем: пĕрисем палăрма ĕлкĕрнĕ, теприсем ятсăртарах-ха. Эрех ĕçсен кашниннех чĕлхи салтăнать. Тахăшĕ Салтаванова тапăнчĕ: «Эс КГБна писательсен шухăш-туйăмне вăрттăн пĕлтерсе тăраканни!» Салтаванов тÿрре тухма хăтланчĕ: «КГБра хамăр ял çынни ĕçлет, çавăнпа кăна эп унта час-часах кĕркелесе тухатăп». Таранов çамрăк чух чăрсăрччĕ, нимрен те хăрамаст-чĕ. Вăл Салтаванова вут пуленки пек çĕклерĕ те балкон çине илсе тухрĕ: «Эс чăнах КГБ çынни-и? Кала тÿррипе, атту сана халех балкон çинчен аялалла вăркăнтаратăп!» Хваттер çиччĕмĕш хутраччĕ, унтан ывăтсан нимĕр пулатăн. Пурин те пурăнас килет — Салтаванов хăй КГБпа «туслă» пулнине йышăнчĕ, «ÿлĕмрен унта ура та ярса пусмастăп» тесе сăмах пачĕ. Сăмахне тытрĕ вăл, çавна Таранов тĕп-тĕрĕсех пĕлет. Балкон çинчи пăтăрмах хыççăн та вĕсем пĕр-пĕринчен тÿрех сивĕнмен: эрехне те ĕçнĕ, иккĕшĕ пĕрле командировкăна каяс-тăвас пулсан та чиперех çÿренĕ. Аллине «портфель» тени çаклансан кăна сăмси сисĕнмеллех каçăрăлчĕ лешĕн. Халь те вăл, пĕр самантрах тухса тарма хатĕрскер, мăнкăмăллăн сăмах хушрĕ:

— Кунта эп ача вăййи выляма мар, ĕçпе килнĕ! Сан виççĕ тĕлне Союза пымалла, Саркайпа калаçмалла. Унпа пĕрле ытти юлташсем те пулаççĕ унта.

Хăйне хаçатра тиркекенсенчен пĕри Саркай пулнине асра тытса Таранов кутăнланма пăхрĕ:

— Асли курортран таврăниччен Союза ура та ярса пусмастăп, ун вырăнне юлнă Саркайпа ман ним çинчен те калаçмалли çук.

— Пур çав, Микихвĕр, пур,— витлерех каларĕ Салтаванов.— Арлашкин инженер сан çинчен обкома çыру çырнă, обком çав çырăва Союза ярса панă, вырăсларах каласан, сÿтсе явса мерăсем йышăнмашкăн эппин. Эс хăвăр ялта пĕр çемьене аркатнă, виçĕ ача амăшне хăвăн патна илĕртсе илсе килнĕ. Сăмакун кÿпнĕ тата, ун çинчен паçăрах каларăм.— Салтаванов шăл йĕрме пăхрĕ.— Мĕн, хĕрарăмĕ куçăхасран хăратăн-им, мана кăтартмастăн ăна?

Кĕтмен усал хыпар кăмăла çурмаранах çапса хуçрĕ. Чĕре çурăлса каясла тапăлтатать. «Больницăна паянах каймалла-тăр»,—мĕлтлетрĕ пуçĕнче шухăш. Союзран килнĕ çын шăл йĕрсе тăрать! Паçăртарах «симулянт настоящий» теме те вăтанмарĕ тата. Кун пек чух ăçтан тарăхмасăр тÿсĕн?

— Çав хĕрарăм урăххине качча тухнă, ăнланатăн-и? Вăл ниепле те кунта пулма пултараймасть.— Таранов, чĕрине пăртак лăплантарас тенĕ пек, кăкăрне сăтăркаларĕ.— Саркая кала, Арлашкинăн элеклĕ çырăвне çÿпçап карçинккине пăрахтăр. Союза пыраймастăп, больницăна каймалла-тăр. Чĕре вырăнта мар.

— Эс мĕн калаçатăн? Сан çакăнта пур-и?—пÿрнипе çамкине тĕллесе кăтартрĕ Салтаванов.— Обком тĕрĕслеме ярса панă хута кам ухмахĕ çÿп-çап карçинккине пăрахать? Виçĕ сехет тĕлне Союза пыратăн!

Салтаванова ăсатсан Таранов каллех диван çине хутланса выртрĕ. Арлашкин обкома мĕншĕн çыру çырнине ăнланать вăл. «Таранов мана тиркесе хаçатра статья çапса кăларатех, ăна эпĕ хам та мĕнле те пулин шар кÿрем-ха»,—ĕмĕтленнĕ ĕнтĕ ялти инженер. Унăн ултавĕ-мĕнĕ çинчен статья çырассине «вак-тĕвек» тесе шутланă-ха Таранов. Счетчике ĕçлеттермелле мар туса электричество вăйне пĕр. Арлашкин кăна вăрлать-и, ун пеккисем ăçта та пулин татах пур. Таранова урăх шухăш канăç паман: «Арлашкин эрех ĕçтермен пулсан Варламов сарăмсăр вилмесен те пултарнă». Çын шăна мар, вăл сарăмсăр вилнĕшĕн кирек кам чĕри те ыратмалла пек. Таранов темлерен: «Арлашкин та пурăна киле чун-чĕререн ÿкĕнмĕ-и, Варламова çавăн чух эрех чăнах ĕçтертĕм çав тесе кама та пулин каласа памĕ-и?—тесе шухăшласа илчĕ те «Нит» ятлă калав çырчĕ. Унта пĕр механизатор Варламов пек сарăмсăр вилет, çавăн хыççăн унăн арăмĕпе хĕрĕ кирек мĕнле çанталăкра та уйри синкерлĕ вырăна виçĕ çул хушши уйăхра пĕрре пĕр сиктермесĕр çÿреççĕ, пĕри — упăшкине, тепри ашшĕне асăнса чечек çыххи хураççĕ, çавна кура хайхи механизатора инкек умĕн эрех ĕçтернĕ çын тÿссе çитереймест: «Эпех айăплă пуль çĕр çинче пĕр ырă çын вилнĕшĕн, ăна эрех ĕçтерес çукчĕ çавăн чух»,—тесе хĕрарăмпа хĕре ĕç мĕнле пулса иртни çинчен тĕрĕссипе каласа кăтартать, вĕсемпе пĕрле ĕсĕклесе йĕрет.

Таранов хăпăл-хапăл диван çинчен тăчĕ, сĕтел çинчи хут кулнине «Нит» калавăн алçырăвне шыраса тупрĕ, сунтăх тĕпне пуçтарса чикрĕ: вырттăр çавăнта, куç тĕлне лекмен çĕрте! Тиркерĕ хăйĕн калавне Таранов, пурнăç чăн-

лăхĕ çук пек туйăнчĕ çав япалара. Асту, ÿкĕнÿ е нит тени Арлашкин пек çын чĕрине хăçан та пулин ыраттарĕ, вăл обкома элеклĕ çыру çырма та вăтанман авă! Верукпа унăн хĕрĕ те Таранов шухăшланинчен урăхларах çынсем мар-и тата? Пĕри — еркĕн, тепри упăшка тупрĕ. Вăхăтсăр вилнĕ çыншăн вĕсем иккĕшĕ те кулянаççĕ паллах, анчах калавра çырса кăтартнă пек мар. Сасартăк Таранов ваттисен сăмахне аса илчĕ: «Хĕпĕртÿ пулсан пит ан хаваслан, хуйхă пулсан пит ан кулян». Халăх çакăн пек калать пулсан Верукпа унăн хĕрне хурламалла-и? Шухăшламалли нумай кунта. Варламовсем тÿссе курнине тĕпе хурса çырĕ-ха хăçан та пулин мĕн те пулин, анчах вăл çĕнĕ япала пулĕ. Таранов сĕтел хушшине вырнаçса ларса ытти калавсен ал çырăвĕсене (миçемĕш хут ĕнтĕ!) тĕплĕн вулама тытăнчĕ. Икĕ сехет иртсен телефон шăнкăртатрĕ, трубкăри Салтаванов сасси янрарĕ.

— Манман-и? Виççĕ тĕлĕнче сан кунта пулмалла. Килмесен — асту! Обкомран пулать тахăшĕ.

Кун пек чухне больница çине алă сул та Союза тухса уттар. Çапла турĕ те Таранов пĕр хушă апла та, капла та шухăшласа сÿтĕкленнĕ хыççăн. Ĕçĕ ытлашши шала кĕрсе каясран шикленчĕ, мĕскĕн. Союза çитсен аслин пÿлĕмне кĕриччен чĕрине Таранов эмел ĕçсе лăплантарчĕ. Ăна сÿтсе явма вуннăн таранах тупăннă. Обкомран никам та курăнмасть. Саркай сĕтел хушшинче улпут пекех мăнаçлăн саркаланса ларать, вăхăтлăх пулин те, асли-çке! Вăл ылтăн кăшăллă куçлăхне çиçĕм пек йăлкăштарса Арлашкин çырăвне хаяррăн вуласа пачĕ:

— Вăт мĕн хăтланнă пирĕн хисеплĕ юлташ!

Чи малтан пăшатан пек çивĕч те çинçешке Салтаванов сиксе тăчĕ:

— Эпĕ акă мĕн каласшăн, юлташсем: хайхи хĕрарăм Таранов хваттерĕнче çук, вăл темле çынна качча тухнă. Çапах та ку историре ăнланмалла марри пур пек. Сăмакун пирки вара…

— Суя сăмах вăл!—пĕр харăс каларĕç иккĕн-виççĕн.— Сăмакун мар, эрех те ĕçмест Таранов.

Ларура Филипп Сидорович та пур, вăл тĕлĕнчĕ:

— Кун пек ăпăр-тапăршăн пухмаллаччĕ-ши пире? Йĕпрен пĕрене тăватпăр-иç.

Саркайăк хăйĕн юрри:

— Çырăва обкомран ярса панă, обкомран!—Филипп Сергеевичран вăтанчĕ-ши — сассине çемçетрĕ:—Эс, Ми-кихвĕр, ăнлантару хучĕ те пулин çырса пар. Семен Семеновича пирĕн лăплантармаллах.

Ăнлантарса панинче: «Инессăпа иксĕмĕр хушăра пирĕн ним те пулса иртмен, ăна Арлашкин пĕтĕмпех хăйĕн пуçĕнчен шутласа кăларнă»,—тесе çыр та, ĕçĕ пĕтрĕ. Анчах çапла çырни суя-çке, Таранов вара суяпа тус мар. Мĕн пулса иртнине пĕр пытармасăр çырма та намăс: Таранов хăйĕн айванлăхне пула çамрăк чух Инессăна Петр Васильевич аллине вăрăнтарса хăварчĕ, халь—Ярабаев аллине. Çав хĕрарăм умĕнче тахăш енчен хăй айăплă иккенне туйса вăл кутăна печĕ:

— Эп нимле ăнлантару хучĕ те çырмастăп. Арлашкин çырăвне вара çунтарса ямалла, шăрши-марши ан пултăр!

Саркай Таранов çине «ку ăнсăртран ухмаха тухман-и?» тенĕ пек кăнн пăхрĕ:

— Эс мĕн сÿпĕлтететĕн? Арлашкин çырăвĕ халь Арлашкин çырăвĕ мар, ăна пире обком ярса панă. Семен Семенович ал пусни те пур ун çинче.

— Саркай, тетĕп, Саркай,—каллех калаçăва хутшăнчĕ Филипп Сидорович.— Мĕн тăна илетĕн эс Микихвĕре обкомпа? Иртнĕ ĕмĕрсенче обком таврашĕ пулман, çав-çавах аптраман, чиперех пурăннă халăх, вилсе пĕтмен, пирĕн вăхăта çитнĕ-çитнех.

— Эс, Филипп Сидорович, таçтан вун саккăрмĕш ĕмĕртен кунта, çирĕммĕш ĕмĕре, йăпăртлăха таврăнатăн та шутсăр ăнланмалла мар калаçатăн,— тиркешрĕ Саркай.

— Йăнăшатăн, Никон Никонович, эп халь вун тăххăрмĕш ĕмĕрте пурăнатăп, çирĕммĕш ĕмĕр чиккине çывхарса пыратăп,— сăпайлăн ăнлантарчĕ Филипп Сидорович.— Чеховпа тĕл пулса калаçрăм. Çитет сире терĕ вăл ман Беликов пек мĕскĕнленсе, шикленсе те хăраса пурăнса! Хамăртан чура юнне тумлам-тумламăн сăрхăнтарса кăларма сĕнчĕ.

— Филипп Сидорович, акă мĕн: пирĕнтен кашниех шкул доски çине «эпир чурасем мар, чурасем эпир мар» тесе çыра-çыра ÿснĕ, çавăнпа та пирĕнте ниепле те чура юнĕ пулма пултараймасть. Эс, тархасшăн, кай каялла, вун тăххăрмĕш ĕмĕре, тек! пирĕн пата нихçан та ан таврăн, атту эс ялан мĕнле те пулин тĕлсĕр сăмах персе яратăн, вара сана тÿрлетмелле, ăс памалла, йăнăшсенчен тасалма пулăшмалла. Хăвна та, пире те асаплă.— Саркай ылтăн кăшăллă куçлăхне тÿрлеткелесе Таранов еннелле тайăлчĕ.— Эс Филипп Сидорович сăмахне питех хăлхуна ан чик — ăнлантару хутне хăвăртрах çыр, Семен Семенович валли вăл, унсăрăн инкекрен хăтăлаймастăн.

— Семен Семенович патне ыран хам каятăп, унпа куçа-куçăн хам калаçатăп…

…Союза килнĕ чух уярччĕ, халь çумăр пĕрĕхет. Хунарсем çутнă пулин те, хула тĕксĕм сăнлă. Çурт чÿречисем çутă ĕнтĕ тата бензинлă-краççынлă шыв кÿлленчĕкĕсем çĕре хуçăлса ÿкнĕ асамат кĕперĕ пек кăваккăн-симĕссĕн тĕлкĕше-тĕлкĕше илеççĕ. Урам урлă каçсан йĕпе тротуар çинче ăнсăртран шуçса ÿкес мар тесе анаталла Таранов васкамасăр утрĕ. Чĕри ыратать те ыратать, чĕлхи айне валидол хурсан та лăпланасшăн мар. «Больницăна каймаллаччĕ паян, киле чиперех çитетĕп-и капла?»—пăшăрханчĕ Таранов. Вăл автобус чарăнмалли вырăна çывхарса пынă чух ресторантан виççĕн тухрĕç: Потапов, Мерчен Мишшипе Авангард Куçми. Эрех-сăра хăш-пĕр чух романтикла реалиста та, авангардиста та пĕр сĕтел хушшине лартать. Виççĕшĕ те хаваслă. Шавлăн калаçаççĕ. Потапов, хулăн туталлă чипер арçын, яланхи пекех хура куçлăх тăхăннă, Мерчен Мишши уринче — сакăр вунă тенкĕ тăракан кивĕрех пушмак. Халĕ те мухтанать пуль-ха хăйĕн юлташĕсем умĕнче хаклă, йышши пушмакĕпе! Тен, сăввисемпе мухтанать? Авангард Куçми, каçăр сăмсаллă çамрăк арçын, авангардла тумланнă паллах. Вăл Таранова, «сурпан-масмакла» çыракана, сывлăх сунса та чăрманмарĕ. Потапов:

— Микихвĕр, эпир иксĕмĕр Пушкин ĕмĕрĕнче пурăннă пулсан эп сана тахçанах дуэле чĕннĕ пулăттăм. Пирĕн ĕмĕрте урăхларах йĕрке — туян эппин асăнмалăх çакна!— терĕ те Таранова питĕнчен çат! çутăлтарса ячĕ.—Чĕлхÿне кĕскетме сĕнетĕп, коллега…

Хайхискер татах аллине çĕклерĕ те, вăхăтлăх юлташĕсем ăна икĕ енчен çаклатса айккинелле сĕтĕрчĕç. Мерчен Мишши каялла вăшт! çаврăнса пăхса усаллăн, чеен кулса илчĕ. Çав кулă Таранов чĕрине витĕрех шăтарчĕ тейĕн— сасартăк вăйĕ пĕтсе килнипе, тĕпрен каснă йывăç, пекех сулăнса кайрĕ. Виçĕ юлташ темле автобуса кĕрсе ларнине Тарханов асăрхарĕ-ха, анчах тем самантра тавралăх уншăн нÿхреп пекех тĕттĕмленчĕ, кĕçех вăл ахлата-ахлата пылчăклă йĕпе тротуар çине лĕнчĕр кукленсе ларчĕ…

14

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 13 14

Иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ Таранов кравать çинче пĕр тапранмасăр выртать: врачсем çапла хушаççĕ. Унăн куçĕ умĕнче, чÿрече енче, кашни кунах пĕр ÿкерчĕк: больница картишĕнчи ватă çăкан çатрака турачĕсем, йывăç çинче малтанхи кунсенче пăт-пат сарă е хăмăр çулçăсем курăнкалат-чĕç, халь тикĕтрен те хура туратсем çап-çара, шăнса пăрланнăскерсем, кĕç-вĕç çĕре шатăрт! хуçăлса ÿкес пек хурлăхлăн сулланкалаççĕ. Пĕр çинçерех турачĕ — хăрăкскер пулчĕ-ши — хуçăлса ÿкрĕ. Çавна Таранов хăйĕн куçĕпе хăй курчĕ те ниепле те манма пултараймасть. «Мана хама та мĕскĕн турат шăпиех кĕтет — кĕçех çĕр çинче çук пулатăп, леш тĕнчере пурăнма пуçлатăп»,—шухăшлать вăл час-часах. Сывлăхĕ самайланни сисĕнмест, çавăнпа шухăшĕ йывăр. Сиплекен врач та аптранă: «Маларах килмелле пулнă сирĕн больницăна, маларах»,—текелет тепĕр чух. Паллах, вăл сăмахĕпе ытларах хавхалантарма тăрăшать: «Шанчăка ан çухатăр кăна — ура çине тăратăрах», тет. Çук, шанчăкне çухатасшăн мар-ха Таранов, унăн вилес килмест: çырма палăртни чылай. Больница — хăйне евĕрлĕ тĕрме, чылай вăхăт выртсан унти пурнăç чуна тă-вăрлатсах çитерет. Таранова шăмат кунпа вырсарни кун уйрăмах кансĕр. Ун чухне чирлисем патне килти çывăх çыннисем, хурăнташĕсем, ĕçри юлташĕсем йышлăн килеççĕ, палатăран ют çын татăлмасть темелле. Таранов патне вара эрнере пĕрре хăйĕн кÿрши, икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнакан Алексей Иванович кăна, кĕркелесе тухать. Пĕр вырсарни кун, кăнтăр çитеспе, палата алăкне йĕрĕлче пек çаврака пĕчĕк туталлă, туллирех кĕлеткеллĕ хĕрарăм уçрĕ:

— Таранов çакăнта выртать-и?

Маринэ тем? Чăнах çавă! Шурă халат аркине варкăштарса малалла хăюллăн иртрĕ, чирлĕ арçын кравачĕ умне пукан çине пырса ларчĕ. Художник упăшкинчен уйрăлса Шупашкара вăл икĕ эрне каялла таврăннă. Вăхăтлăх хваттер те тупма ĕлкĕрнĕ çивĕчскер. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттер хуçи, пĕччен карчăк, хăй тĕллĕн пурăнма вăй çитереймест, çавна пăхма хастарланнă. Халь Маринэ кăнтăрти хулана куçса кайма килĕшекен çын шырать, хăвăртрах хваттер улăштарма тимлесе çÿрет иккен.

— Хайхи художника ытараймасăр хăвна валли ĕç тупрăн,— кÿлешенçи пулчĕ Таранов.— Кунта эп саншăн тунсăхласа хăшкăлтăм.

— Пĕлетпĕр эс мĕнлерех тунсăхланине!—кăвак симĕс куçне сиввĕн йăлкăштарчĕ Маринэ.—Сан патна Наталь пырса çÿренĕ вĕт. Çÿренĕ, тунма ан шутла! Лекетчĕ-ха ăна çавăншăн манран, анчах хайхискерне эп Шупашкара таврăниччен тытса кайма ĕлкĕрнĕ. Тĕрмере ларать вăл халь Çĕпĕрти пĕр хулара.

Икĕ сезон Лăпкă океанта пулă тытнă тесе Таранова та, ыттисене те Наталь пĕр вăтанмасăр улталанă иккен. Ара, ун çийĕнче хаклă йышши хÿхĕм çипуç, хăлхинче — ылтăн алка, аллинче — ылтăн сехет.— Çав япаласене эп хура тар тăкса туяннă тесе ĕнентересшĕн пулнă ĕнтĕ хăй пĕлекен çынсене Наталь. Чăннипе, вăл Лăпкă океана тĕлĕкре те курман-тăр, мĕншĕн тесен икĕ çул хушши Çĕпĕрти пĕр хулара, тăванĕсем патĕнче, пурăннă. Пĕр хушă ĕçленĕ, тепĕр хушă ĕçлемесĕр çапкаланса çÿренĕ, çавăн чух çамрăк хĕрарăм хваттер çаратакансен ушкăнне ерсе кайнă. Хăйсен йĕрĕ çине милици таврашĕ лекнине сиссен Наталь Шупашкара, амăш килне, тарса килнĕ. Тĕрмерен хăтăлса юлма ĕмĕтленнĕ-тĕр, анчах ирсĕр ĕç тусан — явапне тытатăнах. Ĕçлеме кахалланни, эрех ĕçме юратни никама та ырри патне илсе пымасть. Авă ăçта çитсе тăрăнчĕ Наталь, тĕп тымарĕ хăрнă мĕскĕн. Маринэ те çавăн пекки ĕнтĕ, тахçанах ялтан хăйнăскер: ни вырăс, ни чăваш.

— Эс ху та Наталь намăсне тÿссе курмăн-и? Эрех тесен çичĕ пĕлĕтрен сикме хатĕр,— хĕрхенерех асăрхаттарчĕ çамрăк хĕрарăма Таранов.

— Аплах мар та,— хĕрелсе кайрĕ Маринэ.— Ĕçкĕрен ытларах маншăн ĕç хаклă. Ĕç хытă та, анчах чикмест тетчĕ асатте, çавна асра тытатăп. Юлашки вăхăтра эрех мар, сăра кăна ĕçкелетĕп. Мĕнле те пулин ача тусан вара сăра та ĕçме пăрахăп.

Ача пирки хурланарах, вăтанарах каларĕ Маринэ, унăн хуйхи-суйхине пĕлекен Таранов, çамрăк хĕрарăма лăплантарас тенĕ пек, сăмахне урăх еннелле çавăрма васкарĕ:

— Эп больницăра выртнине ăçтан пĕлтĕн вара? Çавăн çинчен хамăн кÿршĕсене никама та калама хушманччĕ-çке.

Пĕр ирхине Маринэ «Ватă вăрман» кафене апатланма кайнă. Çавăнта сăра барĕ уçăласса кĕтсе арçынсем кĕпĕрленнĕ, виççĕшĕ, якарах тумланнăскерсем, ыттисенчен уйрăмрах тăнă. Вĕсем Таранов çинчен калаçнă, вăл вилсен хаçатра некролог çапса кăлармалла-и е çук-и — çавăн пирки Хĕрсе кайсах тавлашнă. Пĕрне, Мерчен Мишшине, Маринэ тÿрех палласа илнĕ. Ку поэтпа Таранов ăна театрта паллаштарнăччĕ пулас. Хайхискер сăра барĕ умĕнче: «Çав писатель вилнĕ хыççăн мĕне кура некролог çапса кăлармалла? Вăл çырма мар, элеклеме кăна пĕлет. Талантлă Потапов арăмне еплерех лапăртарĕ!»—тесе пĕр хĕрелмесĕр кăшкăрашнă. Иккĕмĕшĕ вара урăхларах тиркешнĕ: «Сурпан-масмакла» çыракан çинчен некролог çапса хаçата сая ямалла мар». Ку Авангард Куçми пулнă паллах. Виççĕмĕшĕ шăл йĕрчĕ: «Ун çинчен спорт журналĕнче пĕчĕкçĕ пĕлтерÿ пичетлеме юрать: вăл шахматла вылянипе чăваш Тургеневĕ вĕт. Ку Салтаванов ĕнтĕ. Тахăш çулхине Пичет çуртĕнче шахматла вылянă чух Таранов ăна умлăн-хыçлăн пилĕк хутчен парăнтарнăччĕ. Бородино хыççăнхи Наполеон пекех мĕскĕнленнĕччĕ лешĕ. Сăра варĕ умĕнче вăл ăста шăл йĕрне авă. Маринэ пĕринчен, тепринчен ыйтнă, анчах виçĕ писательтен нихăшĕ те Таранов хăш больницăра выртнине пĕлмен. Маринэ хулари виçĕ-тăватă больницăна çитсе Таранова аран-аран шыраса тупнă.

— Ман юлташсем некролог пирки тавлашаççĕ эппин?—ирĕксĕртереххĕн кулса илчĕ Таранов.— Ан тив, тавлашчăр! Усăсăр пулать вĕсем тавлашни. Эп вилместĕп. Юриех вилместĕп. Вĕсене тарăхтарас тесе вилместĕп.

— Вилĕм çинчен ан асăн, тархасшăн. Сана эп вилме ирĕк памастăп.— Маринэ ăна ыталаса илчĕ, сывлăшĕ пÿлĕниччен, нихçанхинчен хĕрÿллĕрех чуп турĕ:—ÿлĕмрен те чуп тăвар-ха иксĕмĕр. Пĕрре кăна мар, нумай-нумай хутчен…

Шăл шаклаттарса хĕрÿллĕн чуп туни вăй кĕртет тет. Ку халап-ши е чăнах çапла-ши, Таранов Маринэ килсе кайнă хыççăн хăйне лайăхрах туйма пуçларĕ. Сиплекен врач та хавасланчĕ: «Капла эпир аптрамастпăр, кĕçех ура çине тăратпăр». Шухăш-туйăмĕ те чылай енчен улшăнчĕ Тарановăн. Патакпа пĕренене çăкăрпа пер тенĕ ваттисем. Ку таранччен Таранов кашни утăмрах çав сăмаха асра тытнă темелле: хăйне усал тăвакана хирĕç çăвар та уçман. «Нит тени вăранать-ха унăн чунĕнче — хăй айăплине хăех туйса илет ак»,— çапларах шухăшланă вăл. Анчах Мерчен Мишши пек çын чунĕнче нит валли вырăн тупăнĕ-ши? Чунĕ пур-и-ха тата унăн? Кун пек пулсан ăна çăкăрпа мар пемелле, питлĕх пек пысăк çамкинчен чукмарпа шаплаттармалла. Чукмар вырăнне Тарановăн ÿлĕмрен пĕр вăлтмасăр каланă çивĕч сăмах пулĕ. Мерчен Мишши пек çынна пусармасан юлашкинчен вăл сана хăвна çисе ярĕ.

Маринэ килсе кайнă хыççăн нумаях та вăхăт иртмерĕ— Тарановшăн тепĕр савăнăç çитрĕ: радиопа «Пурнăç курки» янрарĕ, кичем палатăра кăмăла çĕклентерекен çепĕç кĕвĕ янранинчен ытларах ăна урăххи — хавхалантарчĕ: ара, диктор çапларах каларĕ-çке: «Пурнăç курки» юррăн сăмахĕсене ку таранччен эпир Ямаш Ваçлипе Сулагаев çырнă тесе шутланă, халь вара, тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн, çакă палăрчĕ: сăввин чăн-чăн авторĕ — Сехмет Сантăркки. Ку поэтăн пурнăçĕ уйрăм çынна пысăка хунă çулсенче вăхăтсăр татăлнă». Юрра итленĕ май Таранова тахçанах çĕре кĕнĕ Сехмет Сантăркки поэт çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнăн, унăн кравачĕ умĕнчи пукан çине пырса ларнăн туйăнчĕ. Вăл сăнран-кĕлеткерен мĕнлерех çын пулнине амăшĕ каласа панă тăрăх Таранов лайăхах пĕлет. Акă хайхи Сехмет Сантăркки, хуп-хура хулăн çÿçлĕ, патмар çан-çурăмлă каччă, тăванĕ-пĕлĕшĕ асĕнче ĕмĕрлĕхех çапçамрăк юлнăскер, хăйĕн аппăшĕн ывăлĕ Таранов çине ÿпкевлĕн пăхкаласа çапларах каларĕ пек: «Ах, тăванăм, тăванăм! Эсир, çыравçăсем, мĕншĕн пĕр-пĕринпе час-часах хирĕçетĕр? Мĕншĕн пĕр-пĕрин çинчен элек сарма, ура лартма тăрăшатăр? Сирĕнтен кашниех ăслă, кама та пулин путарса тата ăслăрах пулас килет-и? Тăванăм, уйрăм çынна пысăка хунă тапхăр ăнсăртран каялла таврăнсан эсир, мĕскĕнсем, пĕр-пĕрне сутма, тĕрмене лартма тытăн-мăр-и? Сирĕн, çыравçăсен, чĕлхĕр çивĕч — кама мĕнлерех сăмахпа вĕлермеллине витĕр пĕлетĕр». Сехмет Сантăрккин сăнĕ куç умĕнчен çĕтрĕ те, палатăра унăн сăввипе кĕвĕленĕ юррăн пĕр çаврăмĕ шăранчĕ:

Шерпет мар-çке пурнăç куркинче,

Хурлăхпа телей ун ăшĕнче,

Хурлăхĕ пулайтăр ман валли,

Юлтăр-и телейĕ сан валли.

Куçа каллех Сехмет Сантăркки курăнса кайрĕ, каллех вăл ÿпкевлĕн каларĕ: «Илтрĕн-и, эп мĕнлерех çырнă! Çав синкерлĕ тапхăрта «Пурăнмашкăн пурнăç тулăх, юрламашкăн пит аван» тесе кăна шăрантарма юранă. Çавăн пек шăрантарнă та чылайăшĕ, кашни утăмрах вĕсем куç тулли телее мухтанă, çĕр çинче телейпе юнашарах хурлăх çÿренине асăрхаманçи пулнă. Эп вара хăрах куçа та хупма пултарайман — тĕрĕссине çырнă. Хăюллă пулмалла çыравçăн, пуçра мĕн шухăшланине хут çине пĕр шиксĕр куçармалла. Унăн хайлавĕсене пĕр-пĕр Мерчен Мишши е Саркай çеç мар, пурăна киле истори те хаклĕ, çавна асра тытмалла». Çур çĕр çывхарать ĕнтĕ. Палатăна çурма уçă алăкран коридорти çутă кăна палăри-палăрми сăрхăнса кĕрет. Ыттисем тахçанах ыйха туртаççĕ. Таранов çаплах енчен енне çаврăнкалать. Пуçра шухăш хыççăн шухăш çăмхаланнă чух ăçтан канлĕн çывăрса кайăн? Аптраса çитнĕ Таранов çывăрма пулăшакан эмеле пĕр харăсах икĕ тÿме ĕçрĕ… Сасартăк кравать умне Маринэ йăпăрт-япăрт пырса тăчĕ. Хăй çаппа-çарамас. Таранов хăраса ÿкрĕ: «Кунта больница-иç!» Маринэ сăмах та чĕнмерĕ — кравать çине кăштăрт! кĕрсе выртрĕ. Хĕрарăма Таранов ыталасшăн, анчах лешĕ айккинелле пăрăнчĕ: «Мана мăшкăл кÿнĕ завод директорĕ çинчен çыр, колхоз председателĕ Ярабаев çинчен çыр, Сулагаев кил-йышĕн хĕн-хурĕ çинчен çыр, вара тин сана чуп тăвăп».—«Çыратăп, халь эп нимрен те хăрамастăп»,—пăшăлтатрĕ Таранов. Анчах чуп тăвас вырăнне Маринэ ăна çÿçĕнчен лăскама пуçларĕ: «Тăрăр!..» Таранов куçне уçса ячĕ те хăй тĕлĕкре аташнипе ăнланса илчĕ: кравать умĕнче сестра тăрать, унăн аллинче чуна çÿçентерекен шĕвĕр йĕплĕ шприц. Таранов йĕмне кăшт антарса сестра еннелле çурăмпа çаврăнчĕ:

— Тархасшăн, хуллентерех тирĕр-ха,—йĕрмĕшрĕ вăл.— Унта ман чĕрĕ ÿт татки те юлмарĕ пуль, вырăн çинче выртма та кансĕр.

Çапла, больницăра чылай хушă выртсан темшĕн те йĕрмĕшмелли тупăнать, чун хавалĕ уксахламасть-ха Тарановăн, вăл хăвăртрах ура çине тăма, пĕр ырă кун çыру сĕтелĕ хушшине вырнаçса ларма тапаçланать. Урăхла май çук, мĕншĕн тесен вырăн çинче выртнă чух шухăшлама ирĕклĕ пулнă май унăн çырма палăртнисем нумайланчĕç. Çавсене, пуçра калăпланă хайлавсене, хут çине Тарановсăр пуçне урăх никам та куçараймĕ, çавăнпа сывалма çине тăрать. Тĕлĕкре Маринэ «Мана мăшкăл кÿнĕ завод директорĕ çинчен çыр, колхоз председателĕ Ярабаев çинчен çыр, Сулагаевсен кил-йышĕн хĕн-хурĕ çинчен çыр» тени вăл — Таранов чунĕн сасси. Чун хушать пулсан хăçан та пулин мĕнле те пулин япала çыратех. Хăйĕн хайлавĕсенче Таранов ÿлĕмрен пурнăçа хитрелетмĕ, пурнăç чăннипе мĕнле, çавăн пекрех çырса кăтартма тăрăшĕ. Пĕр-пĕр редактор «ку вырăн ытла та хура сирĕн, ăна çутатмалла» тесен Таранов çапларах хирĕç тавăрĕ: «Эп çырнине «хура» тесе тиркиччен малтан хăвăр ăш-чикĕре тинкеререх пăхăр-ха, унта çав териех çап-çутă-и? Гете сăмахĕ ку, манăн мар». Шухăша путнă Таранов, алăк еннелле çурăмпа выртнăскер, кравать патне Сулагаев пырса тăнине те сисмерĕ, лешĕ кăх-кăх ÿсĕркелесен тин пуçне вăштах çĕклерĕ:

— Игнат Петрович, эс тем?

— Çапла, эп-ха ку, сулахай радикал тени,— Таранов аллине хĕрÿллĕн чăмăртарĕ Сулагаев.— Чиперех-и?

— Чиперриех çук, хашкасан та аптрамастпăр.

— «Аптрамастпăр» пулсан — лайăх!—Сулагаев хура сумкинчен тумбочка туллиех панулми пушатрĕ:—Тăван çĕр вăйĕ вĕсенче, саншăн шăрши те сиплĕ пулĕ.

Хăй вăл, çамрăк чухнехи пекех яп-яка хырăннăскер, нихçанхинчен те хаваслăрах. Савăнма пысăк сăлтав пур ялтан килнĕ ватă çыннăн: «Тавăру» роман алçырăвĕ тупăннă! Тахçан-тахçан Сулагаев романăн машинкăпа çаптарнă тĕркине кăна çунакан кăмакана пăрахнă пулнă.

Алăпа çырнă тетрачĕсене унăн арăмĕ Раиса Михайловна вăрттăн çĕре пытарса хума ĕлкĕрнĕ. «Пар-ха çав тетрадьсене!— темиçе хут та ыйтнă унран Сулагаев.— Атту вĕсемпе шăшисем кăна ырă курĕç. Çунтарса ярам та, кĕлĕ те пулин пахчари йăраншăн усăллă пулĕ». Темле тархасласан та, Раиса Михайловна çав тетрадь çыххине тупса паман: «Урапа тени пĕр йĕрпе чупмасть пулсан самани те хăçан та пулин улшăнатех. Ун чухне эс çырнине тĕрĕс тесе хаклĕç тен?» Майĕпен Сулагаев лăпланнă: «Выртчăр-иç тата хайхи тетрадьсем таçта мур шăтăкĕнче — манран çăкăр ыйтмаççĕ!» Тăватă çул каялла Раиса Михайловна ытла та хăвăрт, пĕр самантра тенĕ пекех вилсе кайнă, тетрадьсем пирки калаçма вăхăт та пулман. Кăçал, уйăх каялла, Сулагаев пÿрт маччи çине хăпарнă. Кунта кивĕ ăпăр-тапăр чылай сапаланса, купаланса выртнă: хаçат-журнал, учебниксем, тĕрлĕрен япала. Вĕсене майлаштарса хунă чух йывăçран ăсталанă пĕчĕк арча куç тĕлне лекнĕ. Уçса пăхать Сулагаев: унта хайхи тетрадьсем! Тахçан хăй мĕн çырнине пĕрре, тепре вуласа тухать те, ăна чун-чĕре тулли хавхалану çавăрса илет: «Кунран хальхи вăхăта тивĕçтерекен чипер япалах тума пулать-çке!» Вара Сулагаев чылай вăхăт хушши шăпчăк чĕппи пек шăппăн-шăппăн пурăннă хыççăн хаçат е журнал валли мĕн те пулин çырас тесе аллине ручка тытать.

— Эп мĕнлерех япала çырнине эс чухлатăн пуль ĕнтĕ?—чирлĕ çын çине вăтанарах куç ывăтрĕ Сулагаев.— Чи малтан эпир, Ямаш Ваççипе иксĕмĕр, епле майпа «Пурнăç курки» сăвă авторĕсем пулса тăни çинчен çыртăм. Почтăна шанмарăм, Шупашкара хам килтĕм. Эп мĕн çырни тĕрĕс пулнине ĕнентерме хăтланса çичĕ-сакăр çĕре кĕрсе тухма тиврĕ вĕт. Анланатăн-и, çичĕ-сакăр çĕре! Хăш-пĕрисем ман çине шикленсе, хĕрхенсе пăхкаларĕç, ку этем ухмаха тухнăскер мар-и терĕç пулмалла.

Таранов йăвашшăн кулкаларĕ:

— Çын япалине вăрлама вăтанманнисем те пур Шупашкарта, çавăн пеккисем тĕлне çакланнă-тăр. Вĕсемшĕн эс, паллах, тăр ухмах е сĕм авалхи ăнланмалла мар динозавр.

— Ан тив, эп тăр ухмах е динозавр пулам, маншăн акă мĕн хаклă: пĕр пысăк çылăхран тасалтăм, тĕрĕслĕхе халăх патне çитертĕм.— Сулагаев çамкине картлантарчĕ, янахне шухăшлăн сăтăркаларĕ. —Халь романпа ларатăп-ха. Çамрăк чух çырни чылай улшăнать, чылай. Ку япала ялсенче колхозсем йĕркеленĕ тапхăрăн тĕкĕрĕ пултăр, çавăн пек ман тĕллев. Ямаш Ваççин «Çĕр юнĕ» произведенийĕ — стена çумне çакмалли суя хитре ÿкерчĕк çеç ман шутпа.

— Аплах мар пуль те?—иккĕленчĕ Таранов.— Анчах кунта тепĕр ыйту пур-ха, эп Нарспи Гавриловна сăмахĕ пирки калатăп. Вăл Ямаш Ваççи Палтай Кавĕрли романне вăрланă тенине халлĕхе ниепле те ĕнентерсе пама май çук.

— Литература пурнăçĕнчи мĕнпур ыйтăва эс паянах татса парасшăн-и? Ытла та ансат пулнă пулĕччĕ апла! Писательсем — истори çыннисем. Ямаш Ваççипе Палтай Кавĕрли çинчен пирĕн мăнуксем тĕрĕс сăмах калĕç тен?

— Пулма пултарать ун пек те, пулма пултарать.— Таранов чĕлхи вĕçĕнче паçăртанпах — Инесса, вăл майĕпен ун çинчен сăмах пуçларĕ:—Мĕнлерех пурăнать халь сан тăхлачу лешĕнпе, Ярабаевпа?

— Инесса пирки пуль-ха эс?—Сулагаев пĕрре маччаналла тинкерчĕ, тепре чÿрече еннелле пуçне чалăштарчĕ. Хăй мĕн пĕлнине калас килменни сисĕнчĕ унăн, анчах çавна пытарма май тупаймарĕ.— Япăх унăн пурнăçĕ! Ярабаевран уйрăлчĕ, лешĕн савни тени йышлă иккен, çавна тÿсеймен Инесса. Яла та пырса пăхрĕ, анчах халь Петр Васильевичăн Верук пур.

«Эп те айăплă мар-и Инесса çавнашкал лару-тăрăва çакланнăшăн?»—шухăшларĕ Таранов, хăй вара кăмăлне хытарса çапла каласа хучĕ:

— Чипер пурăннă çĕртех Инесса тем арпашăна пуçларĕ— таçта тахăш вăхăтра ухмах курăкĕ çинĕ пуль?

— Ухмах курăкĕ мар, янтă укçа айăплă тăхлачă пуçĕ пăтрашăнма пуçланăшăн!—Сулагаев ниçта кайса кĕрейми тарăхнипе ури çине сиксе тăчĕ те каллех пукан çине лăк ларчĕ.— Ашшĕпе амăшĕ çуралса ÿснĕ çĕрте, Çавал тăрăхĕнчи пĕр ялта, Инесса тăхлачăн мăнаккăшĕ пурччĕ. Кăçал çуркунне вилчĕ. Нумаях пулмасть Пурхиле урлă çакна пĕлтĕм: хайхи пĕччен карчăк мĕнпур пурлăхне Инесса тăхлачă халалласа хăварнă. Кĕнеке çинче укçи чылай пулнă унăн. Анчах çын укçапа мар, чунĕпе пуян. Инесса тăхлачă та çавна ăнланса илнĕ халь: «Укçа пуррипе мар, чун пуррипе мухтанмалла иккен»,—текелет. Икĕ пÿлĕмлĕ хваттер илмелĕх укçа пулмасан хулана килес çукчĕ вăл.

Каламалли татах пурччĕ пуль-ха Сулагаевăн, анчах унăн васкарах сывпуллашма тиврĕ, мĕншĕн тесен палатăна кардиограмма ÿкерекен аппарат çĕкленĕ сестра пырса кĕчĕ: «Таранов, пилĕк таран хывăнăр!» Тепĕр кунне сиплекен врач унăн кравачĕ умĕнче ытларах чарăнса тăчĕ: «Аптрамалла сирĕн чĕрĕрпе, халь кăна лайăхланнă пекчĕ, каллех тем уксахлать. Ку сăмахсене врач уççăнах каламарĕ, çавăн пек шухăш унăн сăнĕнче, калаçăвĕнче сисĕнчĕ. Таранов мĕскĕннĕн кулкаларĕ, ăшĕнче вăл Сулагаевпа тавлашрĕ: «Инесса хулана куçса килнĕшĕн укçаран ытларах эп айăплă-тăр». Ку шухăш Таранова ир те, каç та канăç памарĕ: «Наталь пек вĕлтĕрккешĕн Инессăна сивĕтрĕн, чăнах тăр ухмах эп»,—вăрçрĕ вăл хăйне.

Асаплă шухăш серепинчен вăхăтлăха та пулин хăтăлма Таранова хăйсен ял çынни Кермăн пулăшрĕ темелле. Çав хăюллă, мал ĕмĕтлĕ механизатор радиопа тухса калаçрĕ-çке! «Мана ĕмĕрлĕхех çĕр парăр, чăн-чăн çĕр хуçи пулма ан чăрмантарăр!»—терĕ вăл. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Петр Васильевичсен кил картинче Тарановпа калаçнă чух хăйне çĕр уйăрса паманшăн колхоз председательне Аксанова кăна ÿпкелетчĕ, хальхинче вара унран районти тата республикăри хăш-пĕр ĕçлĕ çынсене те ят тиврĕ. Вĕсем патне çыру хыççăн çыру çырни те усăсăр иккен — нихăшĕ те пулăшма шутламасть. «Çемçе пукан çинче хитре юмах çаптарса ларнипе çĕр-шыв пÿлминче тырă хушăнмасть!»— çавăн пек çивĕччĕн вĕçлерĕ сăмахне Кермăн. Ку, сăмах магнитофон çине икĕ уйăх каяллах çырса илнĕскер паллах. Çав вăхăтра яла çамрăк радиожурналист пырса кайни çинчен пĕррехинче Сулагаев асăннăччĕ. Механизаторăн çивĕчрен те çивĕч сăмахне пĕтĕм тĕнче илтмелле ян та ян янратма радиора ĕçлекенсем шикленерех тăнă-тăр. Шиклĕ туйăм серепине çакланнисем, мĕнрен те пулин хăракансем радиора çеç мар, хаçат-журналсенче те, ытти ĕçлĕ вырăнсенче те, хулапа ялта та пур. Нит тенине аса илетĕн-и пуç тÿпинчен пĕрмаях сĕрĕм мăкăрлансан? Шикленни, хăрани мĕнпур ырă туйăма путарать, ун чухне хăвăн пурнăçна мĕнлерех сыхласа хăварасси çинчен кăна шухăшлатăн.

Таранова сасартăк пысăкран та пысăк эрешмен карти курăнса кайрĕ. Ку вăл ирĕк шухăша хĕсекен, çутă ĕмĕте сÿнтерекен хăрушă серепе, ăна Мăн Эрешмен хураллать. Хăй вăл куçа курăнмасть, анчах унăн пин-пин ури çĕр çывăрмасăр пир тĕртет. Тĕртет, çаплах тĕртет— анлăланса, саркаланса пырать хайхи хăрушăран та хăрушă карта. Çав серепере шăнасем мар, çынсем вĕткеленсççĕ. Йышлăран йышлă вĕсем, шутне тупаймăн. Мăн Эрешмен çăтса ярасран хăранипе карта хĕрринерех лекме мекеçленеççĕ, хÿтĕрех вырăн шыраса пĕр-пĕрне чышкалаççĕ, çыртаççĕ, чĕпĕтеççĕ, таптаççĕ, çупа-çупа яраççĕ. Çавăнта Таранов хăй те пур пек. Урăхла пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен Кермăн шухăш-туйăмĕпе ĕмĕчĕ çинчен, ăна чăрмантаракансем çинчен вăл хаçата çырма тăхтарах тăчĕ. Унран инçетрех те мар Саркай тапкалашать авă. Хайхискер ĕмĕрхи çылăхлă çĕр çинче пĕр шикленмесĕр пурăнать тетĕр-и? Асту! Пĕр çулхине «Микихвĕр, сан калавна журналта пичетлесе кăларсан мана Панков мĕн калать?» тенĕ чух йĕп-йĕпе тара ÿкнĕччĕ, айĕнчи пуканне икĕ аллипех çатăр! çавăрса тытнăччĕ. «Ку виç пуслăх Микихвĕре пула çемçе пукансăр тăрса юлăп-и?»—явăннă ĕнтĕ пуçĕнче шиклĕ шухăш. Çемçе пукансăр тăрса юлтăр кăна — Саркай текех Саркай мар. Çавăн пирки ĕнтĕ тахçан Панковран хăранă, халь — Семен Семеновичран. Серепе варринче Мерчен Мишши тилĕ евĕр кускалать, унталла пăхать, кунталла — Потапова шырать, анчах лешĕ, ăслăскер, эрешмен картинех лекес çук-ха — сăввисем хăюллă унăн. Анчах вăл мĕншĕн Мерчен Мишши пек йăпăлтак пулăсен сăмахне хăлхана чикет — çавă тĕлĕнтерет. Лере, эрешмен картин пĕр кĕтессинче, Арлашкин инженерпа Трахви тракторист мĕкĕлтетеççĕ. Вĕсемпе юнашар тенĕ пекех — Петр Васильевич. Эрешмен картине лекнисен пурин те çав çылăхлă йывăр сереперен хăтăлас килет пуль, анчах ниепле те вăй çитереймеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ăш-чикĕнче кашниннех ÿпке-пĕвер тата ытти ăпăр-тапăр кăна, чун тени вара çук. Ку палатăра-и е хулара пысăкран та пысăк эрешмен карти çине Филипп Сидорович кулкаласа пăхса тăрать пек: «Вун тăххăрмĕш ĕмĕртен çирĕммĕш ĕмĕре пуçĕпех таврăнсан ку эрешмен картипе унти çынсем çинчен пĕр-пĕр роман та çырса кăтартма пулать пуль»,—тесе шухăшлать пек.

— Микихвĕр, эсех-и ку?

— Эпех пуль тетĕп.

Саркай палатăна кĕнине Таранов асăрханăччĕ-ха, хăйĕн шухăшĕнчен тÿрех хăпаймасăр сăмах хушма кăна ĕлкĕрейменччĕ. Саркай та больница çипуçне тăхăннă, анчах унăн пижами пурçăн, ыттисеннинчен лайăхраххи, мĕншĕн тесен вăл Саркай.

— Эсир тата мĕнпе аптрарăр?—ыйтрĕ Таранов.

— Хăрушши нимех те çук,— мăнкăмăллăн хуравларĕ Саркай.— Профилактика тени нихçан та пăсмасть, çавăнпа пĕр вунă кун выртма шут тытрăм. Эп ирсерен гимнастика тăватăп, çавă пулăшать. Сана та Мерчен Мишши гимнастика тума сĕннĕ пулас, анчах эсир унăн сăмахне хăлхана та чикмен.

— Ăна эпĕ питĕ лайăх гимнастика кăтартатăп, сывалса тухам кăна.— Таранов чышкине чăмăртарĕ.— Çакăн пеккине!

— Хĕрĕме калам та, кинĕм илттĕр теççĕ, ăнлантăм сире.— Саркай лайăхмарланнă пек пулчĕ.— Ларура эп ун чух ытлашши чĕрре кĕтĕм. Çавăншăн мана аслинчен те, Семен Семеновичран та ят тиврĕ. Ку таранччен эп никамран та ят илтмен те, сан хĕрарăмпа куçран вĕçертмерĕм. Мана пулăшакансем, ун-кун çинчен Мерчен Мишши пек пĕлтерсе тăракансем пур. Анчахрах акă мĕн пĕлтĕм: çав хĕрарăм ку еркĕнне те пăрахнă, халь больницăра вилес пек выртать тет, темле им-çам ĕçнĕ тет-и? Çавнашкал юххасенчен инкек кăна…

Тарановăн куçĕ хуралса килчĕ. Пуçне асаплă шухăш пăталарĕ: «Эпех айăплă ку инкекшĕн, эпех! Ача чухнехи тусăма Якура киремет тытамакĕ леш тĕнчене ăсатрĕ, Çĕклепи кинеми çапла каланăччĕ. Халь Инессăна мĕнлерех тытамак, шар кăтартрĕ-ши: чунсăрлăх е шиклĕ туйăм тытамакĕ?..»

— Эс мĕн хут пекех шурса кайрăн?—тĕлĕнчĕ Саркай.— Çав юхха хĕрарăма хĕрхенетĕн-и?

— Ах, Никон Никонович!—ахлатрĕ Таранов.— Эсир мĕншĕн çĕр çинче, йытă пек, хурипе шуррине кăна куратăр-ши? Унта урăхларах тĕссем те пур-çке.

— Ку мĕне пĕлтерет?—чăркăшланчĕ Саркай.— Эс мана йытăпа танлаштаратăн-и? Эп…

— Тасалăр куç умĕнчен, ĕмĕрлĕхех пăчланăр!—кăшкăрса ячĕ Таранов.—Атту…

Сасартăк, таçта çĕр чĕтренĕ пек, кравать тайăлма тытăнчĕ. Çывăхра-çывăхра çынсене нит парнелеме хыпкаланакан чипер хĕрарăм курăнса кайрĕ. «Мана хама та нит кирлĕ,— пăшăлтатрĕ Таранов.— Нит… Нит… Пит…» Вăл урăх ним калама та ĕлкĕреймерĕ — кравачĕ-мĕнĕпех хура çĕр шăтăкне чул пек чăмрĕ…

…Таранова реанимаци пÿлĕмне куçарса кайсан палатăра виççĕн кăна юлчĕç.

— Пĕрмай: «Мана та нит кирлĕ!»—тесе кăшкăрчĕ. «Нит» мĕнле сăмах вăл? —ыйтрĕ пĕри.

— Пĕрремĕш хут илтетĕп. Çын ячĕ-ши е пĕр-пĕр дефицит?— иккĕленчĕ иккĕмĕшĕ.

— Унашкал ят çук,—терĕ виççĕмĕшĕ.— Ăнланмалла мар калаçма пуçланăскер ăсран тайăлчĕ тен?

…Таранов ăсран тайăлнине тайăлманнине тĕрĕслесе пăхсан тин пĕлейĕн, анчах акă мĕн ахалех паллă: вăл сывă юлать-и е леш тĕнчене ăсанĕ — пурпĕрех ырăрах, лайăхрах çын пулĕ, мĕншĕн тесен унăн чунĕ пĕтмен-ха, пур… Эппин, ничĕ те пур.


[1] Ултă кĕтеслĕ.

[i] Кĕрĕ, лутака.

[ii] Карçинкка, пĕрне.

[iii] Хирти ыхра.

[iv] Кайăк тĕсĕ, чепчем, вырăсла «чибис».

[v] Сÿтĕлнĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.