Мана автан йыхăрать


А. Савельев-Сас


Мана автан йыхăрать

depositphotos_27985919-stock-illustration-cute-rooster-cartoon-wavingАвтан тус ирех тăрать,
Вара мана канăç çук.
Тапхăр-тапхăр кăшкăрать:
— Кил кар-ти-не тух,
Ки-ру-ук!

Чăх мана кĕтме хушать

31960630-cartoon-hen— Илемлĕ эс, самăр та,
Туса пар-ха çăмарта.
Вара кĕрпе парăп вĕт…
— Кĕт-ха кăштах!
Кĕт-кĕт-кĕт!

Хураçкапа калаçни

— Хура-хура Хураçкам,
Çурту ытла хитре сан.
Кам тунă-ха ăна? Кам?
— Хам! Хам! Хам!

dachshund-dog-clip-art— Туп-туллиех валашка.
Çав апата, Хураçка,
Кам çинĕ-ха, каласам?
— Хам! Хам! Хам!

— Кашни кунах кăнтăрла
Выртатăн эс сăнчăрта.
Кам кăкарчĕ, Хураçкам?
— Хам! Хам! Хам!

— Хăш чух эсĕ, Хураçка,
Туртса çÿрен çунашка.
Кам кÿлет-ши сана? Кам?
— Хам! Хам! Хам!

Тĕлĕнтермĕш Микулай

dog-play-2Тĕлĕнтермĕш! Ай-ай-ай!
Йытă кÿлнĕ Микулай…
Ыткăнаççĕ ик Улай,
Çуйхашаççĕ лăй та лай!
Мелсĕр ларнă Микулай
Ÿкрĕ юлчĕ, ай-ай-ай!

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.