Ђăн Çăмăл Заповѣд Çинђен


Ђăн Çăмăл Заповѣд Çинђен.

Çылăхлă çынсем: çăлăнăç çулĕ пит йывăр, Туррăн заповѣдсене вырăна кÿме пирĕн вăй çитес çук, тесе ђас-ђасах упкелеççĕ. Апла пулсан ак пире Турă пит çăмăл заповѣд парат̌. Вăл заповѣд ак çакă: „çынна хĕрхенекенсем телейлĕ, вĕсене Турă хĕрхенĕ. Турă вĕсене Хăй иккĕмĕш хут вилнисене те, ђĕррисене те çак заповѣд тăрăх сут туса уйăрма килсен хĕрхенĕ.

Ђăнах та, çынна хĕрхенсе ырă тăвассинђен мĕн çăмăлтарах пултăр? Пысăк ĕçсем, ырăлăх ĕçĕсем темиçе тĕрлĕ; вĕсенђен хăшин валли пысăк хастар кирлĕ: хăшин валли Турăран килекен вăй-хăват, тивлет кирлĕ; тата хăшин валли урăх тĕрлĕ вăйсем те кирлĕ. Çавăн пек йывăр ĕçсем тата ђиркÿ ĕçĕсем пур, вĕсене те нумайăшĕ йе хăйсем хатĕрленмен пирки, йе вăй çитмен тăрăх тума пултараймаççĕ. Çынна хĕрхенме пултарайман çын çук; çын, хăй ђĕрине хытармасан, ырă ĕç тума пултарат̌.

Çынна ырă ĕç тăвакансем кирек хăçанта нумай, çавăнпа вĕсем пĕри те Турă çынна хĕрхенекенсене пурне те пама пулнă сăвапсăр йулмĕç. Турă пире мĕнле-мĕнле ырă ĕçсем тума хушат̌?

Ак мĕнле ĕçсем, итлĕр: Іисус Христос тĕнђене сут тума килсессĕн ак çапла калĕ: „Епĕ выçă ђух есир Мана çитертĕр, ĕçес килсе ăш çуннă ђух есир Мана ĕçтертĕр, çул çуренĕ ђух есир Мана хăвăр патăра кÿртрĕр; çарамас пултăм, есир Мана тумлантартăр, ђирлĕ выртрăм, есир пырса пăхрăр Мана; тĕрмере лартăм, есир Ман патăма пытăр”, тийĕ. (Мѳ. 25, 85—36).

Турă пире ак çак ырă ĕçсене тума хушат̌ ĕнтĕ. Пуринђен ытла ак мĕнтен тĕлĕнмелле тата: Вăл епир хамăра çывăх çынсене ырă ĕç тунине пурне те Хăйне тунă вырăнне хурат̌. Çавăнпа Вăл Хăйĕн хăрушă сутĕнђе ырă ĕçсем тунисене калĕ: „ђăн калатăп сире: есир вăл ырăлăхсене çак Ман кĕçĕн тăвансенђен пĕриншĕн турăр, вăл Маншăн туни пулђĕ“, тийĕ.

Çапла пире Çăлакан Христос епир хамăра çывăх çынсене ырăлăх кăтартнине, пирĕн çав пĕђĕк парнене Хăй çине илме кăмăл тăват̌. Çакăн хыççăн йепле хытă, ђул пек ђĕре Христос сăмахĕсене аса илсе хăйне çывăх çынна пулăшу кăтартмĕ? Христос сана Хăйĕн ÿтне çиме панă, халĕ те парса тăрат̌, йепле ĕнтĕ Вăл пĕр татăк çăкăр ыйтсан памăн Ăна? Йепле есĕ саншăн асап курса ĕмĕрлĕх вилĕм куркине ĕçсе, Хăй йунне ĕçме панă Христоса пĕр курка сивĕ шыв памăн? Йепле есĕ хĕрес çинђе пăталама вилсе сана ĕмĕрлĕх пурăнăç, пĕлĕт çинђе рай алăкне уçса панă Христоса ху алăкна уçса çуртна кĕртнĕн? Турă сана савăнăçпа ђăнлăх тумтирĕ тăхăнтарђĕ, есĕ Ăна сивĕре çарамаспа пĕрех, çĕтĕк тумтир тăхăнса çÿренине курсан, ху çуртна илсе кĕрсе питĕ тумтир тăхăнтарса йамăни вара? Турă сана ĕмĕрлĕх çылăх вилĕмĕнђен ђĕртсе тăратрĕ, Вăл халĕ вилес пек ђирлĕ выртат̌, есĕ Ăна ђĕрĕлме пулăшмăн-и вара? Турă сана тамăк тимĕр тăллисенђен хăтарса ĕмĕрĕмĕрлĕхех ирĕке кăларнă, есĕ Ăна халĕ тĕрмере çыхăра лараканскере пырса пахмăн-и вара? Вăл çылăхлисене çăласшăн тамăк тĕпне анма вăтанмарĕ, йепле есĕ Уншăн тĕттĕм тĕрмене кайма вăтанăн? Тен есĕ: ку ырă ĕçсем пуйансене, сыввисене тивĕçлĕ; Турă уншăн пысăк сăвап пама пулнă пулсан та, манăн ăна тума вăй çитеймест çав, епĕ хам та ђухăн, сывă мар, çарамас çÿретĕп тесе шухăшлăн. Çапла шухăшласа ан пăшăрхан, тăванăм!

Турă санран есĕ тума пултарайманнине ыйтмаст̌. Нумайне тăваймасан, сахалне ту. Унăн ÿтне ырă тăваймасан, ђунне ырă тума тăрăш. Ђун ÿтрен нумай пахарах, çапах та ăна пулăшма пуйанлăх та, нумай вăй та кирлĕ мар.

Ху тăвану ђăн çултан пăрăнса, урăх суйа çулсемпе кайнине, Іисус Христос хушнă пек пурăнманнине курсан, ырă ђĕререн йуратса, ÿкĕтлесе ăна ђăн çул çине кăларса йăр.

Пĕлмен çынпа курсан ăна ђăнлăха, ырра вĕрент; хăна çывăх çынна унăн пĕр-пĕр йывăр ĕçĕнђе вăхăтлă ырă канаш пар; хăй сисмен усалтан сыхланма хуш, уншăн Турра кĕл-ту; вăл хуйха ÿксен лăплантар; хăна усал тусан усала хирĕç усалпа ан тавăр, пĕтĕм ђĕрÿнтен каçар ăна.

Çак ырă ĕçсенчен пĕрне те тăваймăн-и вара есĕ? Хăна çывăх çыншăн кĕл-тума, вăл сана çилентерсен каçарма, ăна ырă сунма, хĕпĕртекенсемпе пĕрле хĕпĕртеме, йĕрекенсемпе-пĕрле йĕме пултараймăн-и вара есĕ? Усала хирĕç усал тумасăр ђăтаймăн-и?

Çапла Туррăн пĕлĕт çинђе ырă ĕçсемпе ырă сăмахсемшĕн çеç мар, çынна ырă çуннăшăн та, унăн хуйхине кура унпа пĕрле куççулĕ кăларса хуйхăрнăшăн та сăвап пур.

Çакăн çинђен таса Іов ак йепле калат̌: „епĕ хурлăхлă çынсемшĕн йĕместĕм – ђи вара, ђухăнсемшĕн ман ђун хуйхăрмаст̌-ђи? ” тет. Пĕлĕт çинђе куççулĕшĕн те, пĕр çынна хĕрхенсе, куљанса сывланăшăн та сăвап пулас пулсан, мĕн тĕрлĕ сăвап пулĕши вĕсем çумне тата сăмахсем, ĕçсем хушас пулсан? Турă каланă: çынна хĕрхенекенсем телейлĕ; вĕсене Турă та хĕрхенĕ”, тенĕ. Çынна хĕрхенекен çынсем çав сăвапа камран илĕç? Вĕсем ăна çынсенђен те илĕç, пуринђен ытла Турăран илĕç.

Турă Хăй пысăк ăслă тăрăх çынсем хушинђе Хăй тивлетне уйрат̌: никама та Хăй тивлеђĕсĕр хăвармаст̌, тата никама та пĕтĕм хастарсене памаст̌. Çавăнпа хăшĕ пуйан— ăсĕ çук; тепри ăслă, — анђах вăйĕ çук, ђирлĕ; хăшĕ вăйлă та — йалта халăх хушшинђе ђаплă пурăнаймаст̌; хăшне тата халăх та йуратат̌ — хăй ђухăн.

Çапла Тĕнђере пуринђен те çителĕклĕ çын пĕрте çук: пуринте мĕнрен те пулин çитменни пулат̌. Пĕр Турă анђах пур ырăлăхран та тулăхлă: „Вăл Хăйне етем аллинђен пулнă ĕçе ыйтмаст̌; Унăн нимĕнрен те çитменни çук, ђĕрĕлĕхе те, сывлăха та пурне те Вăл Хăй парат̌” (Дѣян. 17, 25). Кирек кам та хăйне çывăх çын пулăшнисĕр пурăнаймăр. Анђах камран кĕтĕ вăл ăна? — Хăй кама ђас-ђасах пулăшса тăнă, çавăнтан кĕтĕ.

Епир хамăр çынсене ырăлăх кăтартсассăн, хамăр та вĕсенђен ырăлăх кĕтме пултаратпăр: ху çынна мĕн тăватăн, вĕсенђен те çавнах кĕт. Çавăнпа Іисус Христос та: „çынна йепле виçепе виçĕр, хăвăра та, çав виçепех виçĕç”, тет (Лук. 6, 38). Тата хăш ђухне ак йепле пулат̌: çынсем хăйсен çынна ырă ĕç тăвасси килмен майĕпе, йе вăй çитмен тăрăх, çынна хĕрхенекен ырă çыннах пулăшу кÿреймеççĕ. Çакăн пек ђухне вĕсен çапах та пăшăрханас пулмаст̌, мĕншĕн тесен çынна хĕрхенекен çын пирĕн пулăшушăн хыпмаст̌; ăна çынна хĕрхенекенсене сăвап пама пулнă Христос, кирек хăçан та пулăшса тăрат̌: ку Тĕнђере вĕсене мĕнле хĕн-хур йе инкек-синкек пуласран пуринђен те Хăй Хăтарса тăрат̌, Унăн кĕскелсе çитнĕ пурăнăçне те Хăй пулăшса тăрат̌. Давид пророк ун çинђен çапла калат̌: „ђухăн, мĕскĕн çынсемшĕн тăрăшакан çын телейлĕ, Турă та ăна хĕнрен хăтарса тăрĕ, унăн пурăнăçне те сыхласа тăрĕ. Вăл çын çĕр çинђе телейлĕ пулĕ, Турă ăна тăшманĕсем аллине памĕ“, тет. (Пс 40, 2, 3). Çапла çынна хĕрхенекенсене ку Тĕнђере те Турă сыхласа усрат̌, леш Тĕнђере те вĕсене пысăк сăвап кĕтсе тăрат̌.

Турă Хăйĕн Хăрушă сутĕнђе калĕ: „Епĕ выçă ђух есир Мана çитертĕр, ĕçес килсе ăш çуннă ђух есир Мана ĕçтертĕр, çул çуренĕ ђух, есир Мана хăвăр патăра кÿртрĕр; çарамас пултăм, есир Мана тумлантартăр, ђирлĕ выртрăм, есир пырса пăхрăр Мана; тĕрмере лартăм, есир Ман патăма пытăр… Ђăн калатăп сире: есир вăл ырăлăхсене çак Ман кĕçĕн тăвансенчен пĕриншĕн турăр, вăл Маншăн туни пулчĕ. Вĕсем вара ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрĕç”, тийĕ (Мѳ. 25, 34, 35, 36, 40, 46).

Çынна хĕрхенмен çынсене сут тăвасса та пĕр хĕрхенмесĕрех сут тăвĕç. Вĕсене Турă хăйĕн хăрушă сутĕнче ак çапла калĕ: „ей ылханлисем! шуйтан валли, унăн ангелĕсем валли хатĕрлесе хунă ĕмĕрлĕх вута кайăр Ман патăмран, Епĕ выçă ђух есир Мана çитермерĕр; ĕçес килсе ăш çуннă ђух есир ĕçтермерĕр Мана; хăвăр патăра кÿртмерĕр; çарамас пултăм, есир тумлантармарăр Мана; чирлĕ выртрăм, тĕрмере лартăм, есир Мана пырса пăхмарăр… Ђăн калатăп сире: есир вăл ырăлăхсене çак Ман кĕçĕн тăвансенђен пĕриншĕн те тумарăр, вăл Маншăн туманни пулђĕ! “… тийĕ. Кусем вара ĕмĕрлĕх асапа кайĕç (Мѳ- 25, 41, 42. 43, 45, 46).

Тăвансем, илтрĕр-и ĕнтĕ çылăхлă çынсене Турă йепле сут тумаллине. Вĕсем хăрушă, усал вырăна асапланма кайĕç. Тата пуринђен ытла Турă вĕсен асапне нихçан та, пĕринĕнне те çемçетмĕ, çăмăллатмĕ, нихçан та улăштармĕ, ĕмĕр ĕмĕрех çапла йулĕ вара вăл. Тăвансем, тÿрĕ Тÿре Христос çылăхлă çынсене мĕн кĕтсе тăнине пире ĕлĕкех каласа кăтартнă. Çавăнпа есир те çав вырăна кайасран пит хытă сыхланса тăрăр, çынна хĕрхенме хушакан заповѣде: ку кирлĕ мар-ха, çулти патшалăха ырăлăх ĕçĕсемсĕрех кĕме пулат̌, тесе шанса ан пурăнăр. Çук, тăвансем, çак ырăлăх ĕçĕсене Турă пуринђен малтан, пуринђен те ытларах шыраса илĕ, сут тăвасса та çак ĕçсем тăрăх сут тăвĕ. Тăвансем! епир те малалла пур çынна та хамăр пĕлнĕ пек, вăй çитнĕ таран ырă тума тăрăшар. Йепле пулсан та çынна пулăшма май килсен, пулăшмасăр хăвармăпăр.

Сăваплă Августин çынна пулăшасси çинђен ак çапла каласа вĕрентет: Есĕ Турă хапхи умĕнђе ыйткаласа тăракан мĕскĕн çын, санран ыйтакан мĕскĕн—сана уçса кÿртекен алăк“, тет. Çапла есĕ хăвăнтан ыйтакансене йепле пăхса йăран, сана та Турă леш Тĕнђере çавăн пекех пăхĕ: ăна есĕ ђисласа йарсан, Турă та сана хăйĕн патшалăхĕнђе ђисра усрĕ; ăна хăваласа йарсан, сана та Турă пĕлĕт çинђен хăваласа антарĕ, амин.

 

Православи Миссионерĕсен Обществи

1898, Хусан 

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s