Марине


А. Галкин


Марине

resistant-bacteriaПысăк хуйхă Маринен:
Пукани сыв мар иккен.
Сунаслать те сунаслать,
Пит вĕри, аран сывлать.

Пултаруллă Марине:
Хăй вăл эмеллет тусне,
Ма тесессĕн Марине
Юратать пуканине.

Ик автан

dreamstime_m_33021729-1024x1024Икĕ пĕчĕк сар автан
Тытăннă вăрçма паян:
Эх, сăхаççĕ, эх, чаваççĕ
Пĕр-пĕрне куçран-пуçран.

Илтĕм те патак — пĕрне
Хăваларăм кил енне…
— Мĕн пустуй çапăçмалла?
Тус-юлташлă пулмалла.

Йăмăк

16-06-2015-230133horlama-uyku-bozuklugu-1024x528Йăмăк выртрĕ çывăрма:
Кăнтăрла кирлех канма.
Пысăк ĕç паян вăл тунă —
Кĕпине хăех-çке çунă!

Çитрĕç сивĕсем

Çитрĕç сивĕсем,
Шăнчĕç пĕвесем.
Мамăк пек шап-шур
Ÿкрĕ кăпăш юр.

Выртрĕ çĕр вара
Çывăрма тинех,
Сивĕ çапасран
Тăлăп витĕнсех.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.