Гурий Комиссаров (Вантер)
Пирĕшти
Шыв хĕррипе пыраттăм,
Шыва кĕме каяттăм.
Арман патне çитсессĕн,
Йывăç тĕми хумханчĕ, –
Пирĕшти сăнĕ курăнчĕ.
Пăхрĕ илчĕ ман çине –
Ирĕлтерчĕ чĕрене.
Эпĕ пăхрăм çаврăнса.
Курчĕ – тути йăл кулчĕ,
Йывăç ăшне пытанчĕ.
Çăвĕ иртрĕ, кĕр çитрĕ –
Пирĕшти асран каймарĕ:
Çара ура, шурă кĕпе,
Панулми пек пит çăмарти,
Чие çырли пек тути;
Ункăн-ункăн хура çÿç,
Пĕлĕт тĕслĕ кăвак куç,
Вăлта хулли – кĕлетки
Мана канлĕх памаççĕ,
Арман еннех туртаççĕ.
1904