Гурий Комиссаров (Вантер)
Пирĕшти
Шыв хĕррипе пыраттăм,
Шыва кĕме каяттăм.
Арман патне çитсессĕн,
Йывăç тĕми хумханчĕ, –
Пирĕшти сăнĕ курăнчĕ.
Пăхрĕ илчĕ ман çине –
Ирĕлтерчĕ чĕрене.
Эпĕ пăхрăм çаврăнса.
Курчĕ – тути йăл кулчĕ,
Йывăç ăшне пытанчĕ.Малаллине вулас