Привҍтъ Чувашина


Д. Н. Никифоров


Привҍтъ Чувашина Своему Духовному Отцу

Хисеплекен аттемĕр.

Хисеплекен аттемĕр!
Пайăн епир сан патна
Сана ђунтан йуратса
Ху вĕрентсе ÿстернĕ ађусем
Пуçтарăнса килтĕмĕр.

Епир тĕрĕс калани
Сан кăмăлна килтĕрђђĕ.
Пĕли-пĕлми сăмахшăн
Айăп ан ту, аттеçĕм!

Сан умăнта тăракан
Ху вĕрентнĕ çыннусем
Сана ђунтан йуратакан
Хисеплекен ађусем.

Вĕсен ырă ĕçĕсем—
Есĕ акнă вăрлăхсем,
Шăтса тухса сарăлнă;
Ырă тулă пĕрђисем, —
— Ăна пурте пĕлеççĕ, —
Нумайĕшĕ тĕлĕнеççĕ.
Ăс вĕренме Ейпеçе,
Инçе çĕртен çÿресе,

Такăрлатса çул турĕç.
Епĕ хаљ те çавăн пек
Çывăх çĕртен çÿремен.
Ернелĕх çăкăр çĕклесе
Утмашкăн та ÿркенмен.

Çиме çăкăр пĕтсессĕн,
Çанталăк тавăраш тасалсассăн
Пађăшкă парат̌ тенине илтсессĕн,
Кăшт ђупса кайса илеђђĕç.

Ăна епир пĕлетпĕр, —
Матăшкана мухтатпăр.
Вĕренте пĕлмен ђăвашсем
Ăси-вăси пĕлменшĕн
Икĕ питрен çупађђĕç.

Есĕ йăваш вĕрентни
Камăн ăсран кайат̌-ши?
Çÿлтен кĕтсе илеттĕмĕр.

Есĕ вĕрентмен пулсассăн,
Епир çутта тухас çук.
Вĕреннинĕн уссине
Кураймасăрах йулас пур.

Çупкаласа вĕрентни
Усă кÿмен пулĕђђĕ,

Малалла кайас шухăша
Пĕтерсе лартнă пулĕђђĕ.
Епир ÿссе ар пулиђђен
Есĕ нумай шар куртăн.
Пирĕн йенђе ђи малтан,
Айвансене вĕрентес тесе
Ђăвашла кĕлĕ пуçларăн,

Айван атьсене хĕрхенсе,
Вăтăр çул йывăр ĕçлесе,
Ху та йур пек шуралтăн.,

Пайанхи куна çитеђђен
Ђарăнмасăр ĕçлетĕн.
Ăна епир пĕлетпĕр,
Чунтан-вартан мухтатпăр.
Ĕççĕрисе курсассăн,
Ырă çынсем умĕнђе,
Хушша кĕрес хĕрхенсе
Çул уçса йараттăн.
Çак ђĕрери сăмахсене
Санпа пĕрле (умăнта) тăракан
Сана хисеплекен аттене
Тахăçанах каласшăнђђĕ!
Çын шухăшне çын пĕлмест;
Кăмăл ĕçрен палăрат̌;
Пире çутта кăларасшăн
Пăшăрханса çунаттăн,
Школпа ђиркÿ ларттартăн.

Кунтан ĕнтĕ малалли
Прихут çинђен калани,
Прихут çинђен калани,
Сан çинђен калани.

Прихут çинђи сăмахсем
Ес килсенех пуçланнă;
Ес килиђђен ун çинђен
Виç сăмах та калани

Ђăн тĕнре—тĕппипех.
Тата ытларах пĕлесси
Улĕмĕнђен курăнĕ-ха?

II.

Пирĕн малалли йумахсем,
Авалхи йăласем çинђен,
Калас сăмахсем.

Авал айван ђăвашсем
Нумайĕшĕ тарађђĕç:
Пађăшкăсенђен хăрађђĕç

Кун çавăрăнăç килсессĕн,
Çийес вăхăт çитсессĕн,
Нимĕн тăва пĕлмесĕр,
Иупа çинђи виç ђана
Йантăртатса шакканă.

Йантăртатма пăрахса,
Кĕлле кĕрен пек пулса,
Мулахайне тăхăнса,
Ђăвашсене йăпатса,
Нумайĕшне хăратса
Пурăнмашкăн май пулнă.

Ытти-çитти çитмесен,
Вилĕ-ђĕрĕ килмесен,
Салтакĕпе тĕп тунă.

Халĕ ĕнтĕ вăл йăла
Иртсе кайрĕ кун çулла.
Малашнехи пурăнăçа
Ырăлăх патăр пĕр Турă!

Усă илсен ăш хыпат̌
Шухăшласан ăс пĕтĕм
Хураçниçем хуплађђĕç,
Пуçа хырса йарађђĕç:
Чăвашсене çухатађђĕç.

Нумайăшĕ меçĕте
Шăн-çуртасем парађђĕç
Пĕсмĕл—мĕне калађђĕç.

Йепле Турă çырђĕ-ши
Ырă çынсем тупрĕ-ши?

Ĕне çинĕ кĕнекене,
Ырă Иван пиђђе
Тупрĕ-те, кĕсле пулса
Вĕçрĕ те, тимĕрçе
Кайса тÿрлетрĕ,

Микула йурри йурласа,
Тĕлит-тĕлит каласа,
Ылттăн çăмарта парса,
Сармантейе савăнтарђĕ.

Ђăваш кĕнеки туланђĕ,
Сармантейсем савăнђĕç,
Киреметсене пăрахрĕç.

Тата ытларах вĕрентме,
Тытăнђĕ ырă çынсем шырама,
Пулаймасăр шалт супрĕ;
Кайран Турă пулăшрĕ,
Ырă çынсем тĕл-пулђĕ.

Пирĕн пата килни
Ђи малтан пĕр çын,
Пайăн епир хисеплекен,
Атте—ырă çын.
Унăн çÿçĕ шурă-ђђĕ
Пире ырăпа çутатрĕ.
Тăвансем, ăна халалар,
Турăран ыйтса
Уншăн кĕл-тăвар.

Унăн хÿтти хÿли пек
Пуриншĕн те ылттăн кĕмĕл пек.

Тăвансем, çакна ан манăр,
Пĕрле тăрса савăнар.

Малашне Вăл
Ырă пултăр та,
Пур пултăр,
Нумай çула
Сыв пултăр.

1913, Цивильскъ, Каз. губ. Село Новое Чурашево. Крестьянин Д. Н. Никифоров.

Хусанта пичетлесе кăларнă. – VulaCV

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s