Лаша


Юхма Мишши


Лаша

4909876_10aЭй, ачам, атя утлан,
Çил пек вĕçтерер.
Иксĕмĕр акатуйран
Парнепе килер.

Пăрчăкан

wagtail-animation-v1_lrgМан пек маттур хĕрсене
Пăрчăкан пек тееççĕ.
Эп çапла пит маттуррине
Вĕсем ăçтан пĕлеççĕ?

Çерçи

— Чим-чим-чим! — тет çерçи. —
Кам кунта пахча хуçи?
Кантăр та акма пĕлмен,
Тырă-пулă ÿстермен.

Çĕлен

Sijen1• Хăрушă ултавлăх

Манран çынсем пурте хăраççĕ,
Мана усал тесе вăрçаççĕ.
Калам-ха чăннине, туссем,
Сăхмастăп эп тĕкĕнмесен.

Шăпчăк

Таврара унччен пит шăпчĕ.
Вĕçсе килтĕм те эп, шăпчăк.
Тĕрлĕ юрă шăрантартăм, —
Çынсене хаваслантартăм.

Кача-кача качаки

— Кача-кача-качаки,
Шăлтăр-шăлтăр мăйраки,
Тăпăр-тăпăр тяпписем, —
Ăçта каян, пĕлтерсем?

2014_round5_goatlogo-01— Эпĕ ялти кĕтÿ пуç,
Часах килет шурăмпуç,
Ертсе мĕн пур выльăха
Каяс тетĕп улăха.

Ĕне

Му-ук! та му-ук! тесе ĕне
Васкаса утать килне.
Çитересшĕн вăл сĕтне
Пирĕн пĕчĕк пепкене.

Advertisements

One thought on “Лаша

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s