Ђун Кĕтÿçĕ-Священник


Ђун Кĕтÿçĕ-Священник

Чун Кĕтÿçĕ – Священник


Тĕнђере мĕн пур етем пурте çылăxлă. Турă пире пурсăмăра та çăласшăн. Çăлăнма мĕн кирлине Вăл пире пурне те панă. Пире çăлмашкăн Турă Xăй çĕр çине анса етем пулса, пурăннă, пирĕншĕн Xăй асапланса вилнĕ, вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрса пĕлĕт çине çĕкленнĕ. Çĕр çинђе, етем xушшинђе Xăйĕн ĕçне, етеме çăлас ĕçе, туса тăмашкăн Вăл апостолсем суйласа xăварнă. Xристос Турă вĕсене çăлăнăç ĕçне тума, хатĕрлесе вĕрентсе çÿренĕ, Xăй мĕн тунине, йепле пурăннине кăтартса çÿренĕ вĕсене, Çÿлти Патшалăxăн пĕлĕнми ĕçне пĕлме йанă, ытти етемрен уйрăм вĕсене тивлет панă, Xăйĕн ĕçне туса тăма вĕсене xăват йанă ытти ĕненекенсем xушшинђен пуринђен те уйрăм суйласа илсе вĕсене çав xăватпа xăватлантарнă, вĕсем çине Святой Сывлăш ырлăxне антарнă. Вĕсене йанă xăват виç тĕрлĕ.

1) Çынсене вĕрентме xăват панă вĕсене. Вăл каланă: „Пĕтĕм тĕнђе тăрăx кайса пур ђуна та Евангелiе вĕрентсе çÿрĕр,“ тенĕ. (Марк. XVI—15) – „ĕнтĕ пур xалăxсене те кайса вĕрентĕр,— Епĕ сире мĕн каланине пурне те тытса тăма вĕрентĕр вĕсене”, тенĕ (Матѳ XXѴІІІ-18, 19).

2) Таинствосем тума, ђиркÿ ĕçĕсене туса тăма хăват панă. Тĕне кÿртесси çинђен Вăл каланă; „Пур халăхсене те кайса вĕрентĕр, вĕсене Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе тĕне кÿртĕр“, тенĕ (Матѳ. XXVIII—18, 19). Христосăн таса ÿђĕпе йунне ăша илесси çинђен каланă: „Çакна Мана асăнса тăвăр“, тенĕ” (Лук. XXII—19). Ÿкĕнсе çылăхран тасаласси çинђен каланă: „Камăн çылăхĕсене каçарăр, унăн каçарăнĕç; камăнне каçармăр, унăн каçарăнмĕç“, тенĕ (Іоан. ХХ—23). Çапла Іисус Христос ытти таинствосене те туса тăма хăват панă вĕсене.

3) Ĕненекенсене пăхса, тытса усрама хăват панă. Вăл каланă: „Сире итлекен Мана итлет; сире итлеменни Мана итлемест”, тенĕ (Лук. Х—16).—„Санăн тăвану Ђиркĕве итлемесессĕн, вăл вара Саншăн суйа тĕнлĕ çын пек, мытар пек пултăр тенĕ. (Матѳ. ХѴІІІ—17).—„Есир çĕр çинђе мĕне çыхăр, ăна пĕлĕт çинђе те çыхĕç; есир çĕр çинђе мĕне салтăр, ăна пĕлĕт çинђе те салтĕç“, тенĕ. (Матѳ. ХѴІІІ—18).

Çак виç тĕрлĕ хăвата апостолсене парса Христос Турă çав хăвата  апостолсенђен кайран та çухалмалла туман. Етеме çăлмашкăн вăл хăват ĕмĕр ĕмĕрех кирлĕ. Çавăнпа Христос вăл хăвата апостолсенђен кайран вĕсем суйланă çынсем çине йулмалла тунă, суйланă çынсем çав хăвата ĕмĕр ĕмĕрех пĕр-пĕринђен илсе пымалла тунă. Çавăнпа Вăл вĕсене тĕнђери мĕн пур халăха пурне те вĕрентсе тĕне кÿртме хушнă, (Матѳ. XXVIII—18, 20), Хăйĕн таса ÿђĕпе йунне Хăй иккĕмĕш хут килеђђинех ăша илсе пурăнма хушнă, (1 Коринѳ. XI—23, 26), вĕсем çине ђуна Канăçлантаракан Св. Сывлăша йарса, вĕсемпе пĕрле Св. Сывлăш ĕмĕр-ĕмĕрех пулмалла тунă. (Іоан. XIV—16, 17, XVI— 13), Хăй те тĕнђе пĕтиђђенех куллен вĕсемпе пĕрле пулма пулнă. (Матѳ. ХХѴIII—20).

Христосăн ирĕкĕпе апостолсем хăйсем те çăлăнăç ĕçне çав виç тĕрлĕ хăватпала туса тăнă, вăл ĕçе ту­машкăн хăйсем суйланă çынсене те çав хăватах парса хăварнă, ĕненекенсем хушшинђе Христосăн ĕçне тумаш­кăн вĕсем хăйсем вырăнне пресвитерсем (священник­сем), епископсем суйланă, вĕсене Турăран, Христосран, Св. Сывлăшран тухакан хăвата парса хăварнă. Çав хăвата священник тивлеђĕ теççĕ.

Священник тивлетне никам та хăй çине хăй илей­мест, авал Аарона Турă йĕпле Хăй суйланă, çавăн пек священник тивлетне Турă суйланă çын анђах илет. Св. Павел апостол Ефес ђиркĕвĕнђи священниксене ак çапла каланă: „Есир хăвăр пăхакан пĕтĕм кĕтĕве сыхă усрăр, вăл кĕтĕве пăхса тăма сире Святой Сыв­лăш суйласа илнĕ, вăл кĕтÿ Христос Хăй йунне тăкса туйăннă Ђиркÿ пулат̌”, тенĕ. (Дѣян. ХХ—28). Апостолсем вăхăтĕнђе те, вĕсенђен кайран та халиђђинех священник тивлетне пуç çине алă хурса кĕл­туса параççĕ. Епископсене те, священниксене те, діаконсене те çапла суйлаççĕ. Священник тивлетне памашкăн епископсене анђах хăват панă.

Çапла çăлăнăç ĕçне епископсем, священниксем Христос Турăран илнĕ хăватпа, священник тивлеђĕпе туса тăраççĕ. Йĕпле кĕтÿçĕ хăй аллинђи кĕтÿве пăхса сыхласа çÿрет, вĕсем те çавăн пек хăйсен аллине панă çынсенĕн ђунне çăлмашкăн пăхса сыхласа пурăнаççĕ. Çавăнпа вĕсене вырăсла „духовный пастырь” теççĕ, ђăвашла вăл сăмах „ђун кĕтÿçи“ тени пулат̌, Йĕпле кĕтÿ кĕтÿçрен пуçне хăй тĕллĕн сыхă çÿреймест, çавăн пекех ђун кĕтÿçисенђен пуçне хăй тĕллĕн никам та хăй ђунне сыхă усраса çăлаймаст̌. Кĕтÿçĕ Пуçлăхĕ Христос етеме ђунне çăлма панă ырăлăхне çав кĕтÿçĕ­сем урлă парса тăрат̌. Христосăн ырлăхне илмешкĕн, вăл кĕтÿçĕсене тивĕçлĕ хисеппе хисеплемелле:

1) Вĕсене Турă йанă çынсем вырăнне хисеплес пулат̌. Пророк Малахія каланă: „Священ­ник вăл Саваоѳ Туррăн хыпарне пĕлтерекен çын. Унăн ђĕлхи мĕн пĕлме кирлине каласа кăтартат̌, закона пĕл­терсе тăрат̌”, тенĕ. (Малах. II—7). Апостол Павел каланă: „Пурин те пире вĕсем Христосшăн ĕçлекенсем, Туррăн ĕçне туса тăракансем тесе пĕлес пулат̌”, тенĕ. (Кор. IV—1).

2) Вĕсем вĕрентнине итлес пулат̌, вĕсем каланă пек тăвас пулат̌. Апостол Павел каланă: „Тăвансем; хытă тăрăр, епир сире йе сăмахпа каласа, йе çыру çырса йарса вĕрентнине тытса пурăнăр”, тенĕ (2 Солун. II—15) „Кам та пулин епир çак çыру çине мĕн çырнине итлемесессĕн, çав çын сирĕн хуш­шăрта паллă пултăр, унпала есир ан пĕрлешĕр, намăс­лантăр вăл”, тенĕ (2 Сол. III—14)—„Хăвăра вĕренте­кенсене итлесе, пăхăнса тăрăр. Вĕсем сирĕн ђунăрсемшĕн тăрăшса пурнаççĕ, сирĕн ђунăрсемшĕн вĕсенĕн хисеп памалла. Хăйсен ĕçне вĕсенĕн хавасланса тумал­ла пултăр, хуйхăрса куљанса тумалла ан пултăр. Вĕсене кÿрентерни сире усăллă мар”, тенĕ. (Евр. ХIII-17).

3) Вĕсене пăхса вĕсем пек пурăнмалла. Св. Павел апостол каланă: „Тархаслатăп сире: епĕ Христоса пăхса пурăннă пек мана пăхса пурăнăр”, тенĕ (1 Кор- IV—16) „Есир хăвăр та пĕлетĕр, йепле сирĕн пире пăхса пирĕн пек пурăнма тивĕçлĕ: епир сирĕн хушшăрта йĕркерен тухса пурăнман”, тенĕ. (2 Сол. III—7).

4) Вĕсем йепле ĕненнĕ пек ĕненсе пур­нас пулат̌. Св. Павел апостол каланă: „Сире Турă сăмахне вĕрентекенсене ăсра тытса пурăнăр, вĕсем леш тĕнђене йепле куçнине пăхса вĕсем ĕненнĕ Пек ĕненĕр”, тенĕ. (Евр. ХIII—7).

5) Вĕсене хисеплес пулат̌. Св. Павел апос­тол каланă: „Ырă халлĕн пуçлăх пулса тăракан священникксене пысăк хисеппе хисеплес пулат̌, хăшĕ вĕсем Турă сăмахне вĕрентсе тăрăшса пурнаççĕ, çавсене ăраснах хисеплес пулат̌”, тенĕ (Тимоѳ. V—17) „Вĕсем туса тăракан ĕçшĕн вĕсене пĕтĕм кăмăлтан йуратса хисеп­лесе пурăнăр”, тенĕ. (1 Сол. V—13)

6) Вĕсемшĕн кĕл-тăвас пулат̌. Св. апос­тол Павел каланă: Іисус Христос Туррăмăр йађĕпе, Святой Сывлăш йуратнипе тархаслатăп сире, тăван­сем: манпа пĕрле есир маншăн Турă умĕнђе тăрăшса кĕл-туса пурăнăр”, тенĕ, (Евр. ХIII—18).

7) Христос çынĕсенĕн вĕсене пайта парса тăма тивĕçлĕ. Вĕсем мĕн ĕçленине, мĕн тăрăшнине тÿлемесĕр хăварма йурамаст̌. Іисус Христос Хăйĕн вуник апостолне вĕрентме йанă ђух вĕсене ак çапла каласа йанă: „Хăвăрпа пĕрле есир пиçиххийĕр ăшне ни ылттăн кĕмĕл, ни пăхăр хурса ан кайăр; çула тухнă ђухне ни хутаç çакса, ни икĕ тумтир, ни ура сырри илсе, ни туйи илсе ан тухăр: ĕçлекен тă­ранма тивĕçлĕ”, тенĕ (Матѳ. Х—10). Св. Павел апо­стол каланă: „Епир, сирĕн валли ђун-çики акакансем, сиртен ÿт-çими вырса илетпĕр пулсассăн, мĕн ђухлĕ пысăк йапалах вара вăл? ” тенĕ. (1 Кор. IX—11). „Турă сăмахне вĕренекен хăйне вĕрентекенĕ валли пур ырлăхĕ-пурлăхĕнђен те пай кăларса тăтăр”, тенĕ. (Гал. VI—6) „Çар çынĕ хăшĕ хăйĕнђен тăранса пурăн­ни пур? ĕçĕм çырли йывăçне лартса ÿстерекен çырлине кам çименни пур? Кĕтÿ кĕтекен кам хăй кĕтĕвĕнђен сĕт-турăхне çименни пÿр? Çак сăмаха епĕ етем ăсĕпе анђах аслăласа калатăп-и? Закон та çавнах каламаст-и? Моисей законĕ çинђе каланă: авăн атакан вăкăрăн çăварне ан пÿл, тенĕ. (Втор. XXV—4). Вăкăрсемшĕн тăрăшат-и Турă? Йе çак сăмаха пирĕн­шен каланă-и? Вăл сăмаха пирĕншĕн çырнă. Суха сухалакан ĕмĕтленсе сухаламалла, авăн çапакан мĕн кĕтнине илетĕп тесе ĕмĕтленсе çапмалла”, тенĕ. ( Кор. IX—7—11) Св. Іоанн Златоуст каланă: „Мĕскĕнсене, урамра йапăхса выртакансене хĕрхенсе ырлăх тăвака­на Турă хăйĕн Патшалăхне кÿртме пулнă: „ей Аттем пилленисем, килĕр, тĕнђе пулсанах сирĕн валли хатĕр­лесе хунă патшалăха кĕрĕр”, теме пулнă. Священник тивлетне илсе хисепе кĕнĕ çынна ырлăх тăвакана Турă тата маларах хурĕ, тата ытларах ырлăх кăтартĕ”, тенĕ.

Священник вăл хамăр пек етемех. Хăйĕн етемлĕхĕпе вăл хамăр йевĕрлех çылăхлă. Тĕнђери етем пурте çылăхлă, —священник пулмашкăн çылăхсăр çын ăçтан тупăнтăр? Анђах вăл хăйне хушнă ĕçе етемлĕхĕпе тумаст̌, Христосран илнĕ тивлеђĕпе туса тăрат̌. Çавăнпа пирĕн унăн етемлĕхĕ çумĕнђе ĕç çук, унăн тивлетне анђах пĕлес пулат̌. Çав тивлете Христос ăна пире çăлмашкăн панă, унăн тивлетне хисеплемесĕр епир нийепле те çăлăнассăмăр çук. Вăл тивлет — Туррăн

ырлăхĕ, Турă пире етеме йуратса панă ырлăх. Туррăн ырлăхĕ священниксем хăйсем йеплинђен килмест, Турăран Хăйĕнђен килет. Священник хăй çылăхлă, усал пулсан та ун урлă етем çине килекен Туррăн ырлăхĕ иксĕлмест. Ун çинђен святой аттесем ак йепле каласа вĕрентнĕ:

Св. Григорій Богослов каланă „Икĕ пиђет пултăр: пĕри ылттăн, тепĕри тимĕр пултăр, анђах иккĕшĕ çинђе те патша сăнĕ пĕр пек пултăр. Çав пиђетсемпе ăвăс çине пиђет пуссассăн, пиђет паллисем пĕр-пĕрин­ђен уйрăм ÿкеççĕ-и? Пиђет паллисем пĕр пĕринђен уйрăм мар, есĕ пуринђен те ăслă пулсассăн, пиђет паллисем çине пăхса пĕл халĕ: хăшĕ вĕсем ылттăн пиђетрен ÿкнĕ, хăшĕ тимĕр пичетрен? Мĕншĕн ик пиђетрен те пĕр пек паллă ÿкет? Ик пиђете ик йапаларан: пĕрине ылтăнран, тепĕрне тимĕртен тунă пулсас­сăн та, вĕсенĕн иккĕшин те пĕр паллă. Çавăн пекех, сана кам тĕне кÿртсен те саншăн пурĕ-пĕр, анђах вĕсем тĕне кÿртме хăват илнĕ пулђђăр. Тĕне кÿртекенсенĕн хăйсенĕн пурнăçĕ пĕр пулмасан та, тĕне кÿртнĕ хăвађĕ иккĕшин те пурĕ-пĕр“, тенĕ.

Св. Іоанн Златоуст каланă: „Хăш ђухне ак çапла пулат̌: ахаљ çынсем ырă пурнаççĕ, священниксем усал пурнаççĕ. Туррăн ырлăхĕ йаланах тивĕçлĕ çынна анђах шырас пулсассăн, çавăн пек священниксем урлă ни тĕне кĕме, ни Христосăн таса ÿђĕпе йунне ăша илме йурамалла мар пулĕђђĕ. Анђах ку саманара Турă Хăйĕн ĕçне тивĕççĕр çынсем урлă та тăват̌. Çавăнпа священ­ник тĕне кÿртни ырлăхĕ вăл хăй йепле пурăннинђен килмест. Туррăн ĕçне тунă çĕрте етем хăйĕнђен вăл ĕç çине нимĕнте хураймаст̌. Таинствосем пурте Туррăн ырлăхĕпе пулаççĕ, таинствосем тăрăх пире Турă Хăй тасатат̌”, тенĕ.

Св. Ефрем Сирин каланă: „Çутă ылттăна пылчăк сăрса илсен те сийен тумаст̌; хаклă йышши ђул тасамар, ирсĕр йапалана сĕртĕнсен те хăй хакне çухатмаст̌. Çавăн пекех, священник тивлеђĕ сийенленмест”, тенĕ.

Св. Августин каланă: „Ырлăх йаланах Туррăн Хăйĕн, таинство хăвађĕ те Туррăн Хăйĕн, етемĕн таинство тăвас ĕçĕ анђах. Таинство ĕçне тăвакан етем хăй те ырă пулсан, вăл Турăпа пĕр майлă пек, пĕр канашлă пек пулат̌. Таинство ĕçне тăвакан етем хăй усал пулсан, ун урлă Турă таинствонăн куçа пурнакан йĕркине тăват̌, таинствонăн куçа курăнми ырлăхне Хăй парса тăрат̌”, тенĕ.

Çав святойах тата тепĕр çĕрте каланă: „Таинствосенĕн ырлăхĕ вĕсене тăвакан етем хăй йепле пурăннинђен, хăй йепле çыннинђен килет тесе ан шухăш­лăр: таинствосенĕн тасалăхĕ етемрен килмест, Камран тухат̌, çавăнтан килет”, тенĕ.

Св. Ѳеофилакт каланă. „Туррăн ырлăхĕ йурăхсăр етем урлă та çитсе тăрат̌; çавăнпа епир тивĕççĕр священниксем урлă та тасалатпăр”, тенĕ.

Çав ђăнлăха тата ак мĕнтен ăнлана пулат̌: Ырă вăрлăха çĕре таса алăпа аксан та, тасамар алăпа ак­сан та вăрлăх пурĕ-пĕр шăтса ÿсет. Ырă вăрлăх шăт­са ÿсесси йепле алăпа акнинђен килмест, вăрлăхинђен килет те çĕрĕ йеплинђен килет. Турăран ырлăх илесси те священник йеплинђен килмест, Турăран вилет те етем хăй йеплинђен килет. Тата аса илĕр: хĕвел çут­ти таса мар йапала витĕр тухсан та уншăн хăй тасамар пулмаст̌. Çавăн пекех, Туррăн ырлăхĕ çылăхлă священник урлă пулса тăрсан та хăйĕн тасалăхне çухатмаст̌.

Іисус Христос Хăйĕн апостолĕсене Турă сăмахне вĕрентме, ĕненекенсене пăхса тăма, Туррăн ĕçне туса тăма суйласассăн, вĕсене пит аслă хисепе хунă. Вăл каланă: „Сире хапăл илекен Мана хапăл илет, Мана хапăл илекен Мана Йаракана хапăл илет”, тенĕ. (Мѳ. Х—40). Тата каланă: „Сире итлекен Мана итлет, сире итлеменни Мана итлемест; Мана итлеменни Мана Йаракана итлемест”, тенĕ. (Лук. Х—16). Апостолсен тивлеђĕ, апостолсен хисепĕ епископсемпе священниксем çине йулнă. Çавăнпа вĕсене Христос çынĕсенĕн пит ырра хурса хисеплеме тивĕçлĕ. Çавăн çинђен Св. Па­вел апостол каланă: „Тархаслатпăр сире, тăвансем: сирĕн хушăрта тăрăшса пурнакансене, Турă умĕнђе сирĕншĕн кĕл-тăвакансене, сире ăна кÿртекенсене хи­сеплĕр, вĕсем туса тăракан ĕçшĕн пĕтĕм кăмăлтан йуратса хисеплĕр вĕсене”, тенĕ. (1 Сол. V—12, 13).

Св. Іоанн Златоуст каланă: „Пире священниксем кăтартакан ырлăха атте анне кăтартакан ырлăхпа танлаштарма та çук. Атте-анне пире ку тĕнђешĕн, ку Тĕнђере пурăнмашкăн çуратнă. Священниксем пире леш тĕнђешĕн ĕмĕрхи пурнăçра Турăпа пĕрле пурăн­машкăн çуратаççĕ”, тенĕ.

Священник пирĕн ђунăмăр тĕлешĕнђен атте пулат̌, епир унăн ађисем пулатпăр. Çавăнпа священникĕн хăй­ĕн ађисене ÿкĕтлеме тивĕçлĕ, вĕсене унăн питлеме, йатлама та тивĕçлĕ. Ађисенĕн вăл ырă сунса ÿкĕтле­нине, йатланине йуратса йышăнас пулат̌. Священник хăй пăхса тăракан çынсене питлеме тивĕçли Св.

Павел апостол Коринѳ çыннисене питĕленинђен курăнат̌, Турă сăмахĕ те ăна тÿрех çапла хушат̌. Св. Павел апостол каланă: „пĕр уйамасăр йатла вĕсене, тĕн тĕлешĕнђен сывлăхлă пулђђăр вĕсем”, тенĕ. (Тит. 1—18). Тата каланă: „Турă сăмахне вĕрент, вăхăтлă та, вă­хăтсăр та ÿкĕтле, йатла, ђар, тилмĕр, пĕтĕм тÿсĕмлĕхÿпе тăрăшса вĕрент”, тенĕ- (2 Тим. IV—2). Свя­щенник вăл хăй ађисене намăса кăларасшăн йатламаст̌, вĕсене вĕрентесшĕн, тÿрлетесшĕн йатлат̌. (2 Кор. II—4).

Священник атте пулат̌, çавăнпа ăна хисеплеççĕ те атте-анне пек хисеплемелле. Турă кĕнеки çинђе каланă: „Пĕтĕм ђунтан Турра пăхăн, Унăн священникĕсене хисепле”, тенĕ (Сир. ѴII—31). Священникĕ ырра хурса хисеплес пулат̌. (Тим. V—17; Фил. II—30). Священникĕ пĕтĕм кăмăлтан йуратас пулат̌. (1 Сол. V—13). Священникĕ Іисус Христоса хăйне итленĕ пек итлес пулат̌. (Лук. Х—16). Св. Павел апостол каланă: „Кам итлеменни етеме мар итлемест, Турра итлемест, Вăл пире хăйĕн Святой Сывлăшне панă”, тенĕ. (1 Сол. IV—8). Св. Захарія пророк священник­сем çинђен каланă: „Сире сĕртĕнекен Туррăн куç-шăрçине“, тенĕ. (Зах. II—8).

Св. Героним каланă: „Есир мана пĕр-пĕр ахаль çын çине, священник мар çын çине кăтартăр халĕ. Вăл çынна есир пур етемрен те ытла хисепленĕ пул­тăр, вăл çын пĕтĕм хулара, пĕтĕм йĕри-таврара хăйĕн ырă ĕçĕсемпеле, хăйĕн таса пурнăçĕпеле мухтавлă пултăр. Есир мана çавăн пек ырă çынна кăтартсан, епĕ сире святой аттесем калани тăрăх кăтартăп: свя­щенникĕ, священник усал пулсан та, ахаль çынтан ђăн ырринчен ытла хисеплеме тивĕçлĕ”, тенĕ.

Архіерейсене, священниксене хисеплеменнине Св. Іоанн Златоуст ăсран кайни вырăнне хурат̌. Ун çин­ђен вăл ак çапла каланă: „ Священник тивлетне хисеп­леменни ăсран кайни пулат̌. Вăл тивлетсĕр пуçне епир çăлăнассăмăр çук, Турă пире пама пулнă ырлăха илессĕмĕр çук. Тĕне кĕрсе Святой Сывлăшĕ хăвађĕпе çуралмасан, Туррăн Патшалăхне никам та кĕреймĕ. (Іоан. III—5). Туррăн таса ÿтне çимесен, Унăн таса йунне ĕçмесен етем ĕмĕрхи ђĕрĕлĕхрен йулат̌. (Іоан. VI—53). Тĕне те священник урлă кĕмелле, Христосăн таса ÿђĕпе йунне те таса алăран, священник аллинђен ăша илмелле. Çавăнпа священниксĕр пуçне никам та тамăк вутĕнђен хăтăлас çук. Турă пилленĕ çÿлти ырлăха илес çук. Священниксем урлă епир ђунăмăрпа тепĕр хут çуралатпăр, тĕне кĕрсе çĕнĕленетпĕр. Вĕсем урлă епир Христосăн хăватне илетпĕр, Турă Ывăлĕпе пĕрлешетпĕр, ырă Пуçлăхăмăрăн, Христосăн, ÿђĕ пулатпăр. Çавăнпа священниксенђен пирĕн çĕрти пуçлăхсенђен ытла хăраса пурнас пулат̌, хисеплессе те вĕсе­не хамăрăн атте-аннерен ытла хисеплес пулат̌. Атте- анне пире йунран та ÿт хавасĕнђен çуратнă, священ­никсем пире Турăран çуратаççĕ, çĕнĕрен тасалса пур­нас таса пурнăçа кÿртеççĕ, çылăхран çăлса тĕрĕс ирĕ­ке кăлараççĕ, пирĕн валли вĕсем епир Турă ывăлĕсем пулас тивлете кÿреççĕ, тенĕ.

Тата çав Св. Іоанн Златоуст каланă: „Пĕлетĕр-и есир—священник кам вăл?  — Священник вăл Туррăн ангелĕ”, тенĕ. —„Вĕсем çĕр çинђе Христосăн ĕçне тă­вакансем, вĕсене хиспелекен Христоса Хăйне хисеплет, тенĕ.

Священике хурлама йураманни çинђен Святой Іоанн Златоуст ак йепле каласа вĕрентнĕ; „Есĕ суранлă пулса сурансене тÿрлетекен вырăна пырас пулсассăн мĕн тăвăттăн? Сурану çине емел хурса суранна тÿрлетĕттĕн-и, йе суранна тÿрлетес вырăнне есĕ емелçĕ çинђен тĕпчеме тăрăшăттăн-и—емелçĕн хăйĕн суран пур-ши, çук-ши тесе? Емелçĕн хăйĕн те суран пулас пулсассăн, унăн суранĕшĕн шыранăттăн-и есĕ? Емелçĕн хăйĕн те суран пур халĕ тесе есĕ хăвăн суранна йури тÿрлетмесĕр тăрăттăн-и? Емелçĕн хăйĕн сывă пул­ма кирлĕђђĕ, вăл хăй те суранлă, çавăнпа хам сура­нăма та ан тÿрлетем епĕ, тейĕттĕн-и есĕ? Кунта та çавăн пекех. Священник аван пулмасан, священник пăхса пурнакан çын валли çавăншăн савăнмалли пур-и? — Савăнмалли нимĕн те çук унта. Аван мар священник валли хăйне тивĕçлĕ асап пулĕ, есĕ те хăвна мĕн ти­вĕçлине илĕн. Ÿкĕтлетĕп сире: священниксем çинђен, вĕрентекенсем çинђен усал ан калаçăр, вĕсене ан тиркештерĕр, хамăра усал ан пултăр. Харпăр-хăй ĕçĕмĕрне тĕрĕслер, никама та кукăр ан курар. Священник çин­ђен усал калаçмашкăн вăтанăр, священник хамăра тĕне кÿртсе çутатнă кун çуттинђен намăс пултăр пире. Ашшĕ-амăшĕн темĕн ђухлĕ айăп пулсан та ађи-пăђи пурне те витесшĕн, пытарасшăн тăрăшат̌. Турă кĕнеки çинђе каланă: аçуна хисепрен кăларса ан мухтан, аçу хисепрен тухни тăрăх есĕ мухтава тухас çук: санăн аçу тăн-пÿçран иксĕлсессĕн те ан тиркештер ăна, тенĕ. (Сир. III—10, 13). Ÿт тĕлешĕнђен пулнă атте-анне çинђен çапла каланă. Ђун тĕлешĕнђен атте-анне пула­кан священник çинђен çав сăмаха калама тата ытла­рах тивĕçлĕ. Намăса пĕл: священник куллен сана усă кÿресшĕн тăрăшат̌, Турă Çырăвне вуласа кăтартат̌ сана, саншăн Турă умĕнђе хута кĕрсе тăрат̌, саншăн Турра тархаслат̌, мĕн пур ĕçне пурне те саншăн тăват̌.

Çавăнтан вăтан есĕ, çавна пăхса тăр. Священник пат­не пынă ђух çавăнпа ăна пĕтĕм ђунтан хисеплесе пыр. Священник аван мар тетĕн-и? Кала мана: вăл аван мар пулсан сана мĕн вара? Аван мар пулсан, ун урлă есĕ илес ырлăхсене вăл хăй парат̌-и сана? — Çук, пур ырлăх та сана ху ĕненнĕ-тăрăх пулат̌. Есĕ ху енен­местĕн пулсассăн, сана темĕн ђухлĕ таса священник та нимĕн усси кÿреймест. Есĕ ху ĕнентĕн пулсассăн, усал священник те сана нимĕн сийĕн тăваймăст̌. Хăйĕн халăхне çăлма кăмăл тусассăн Турă авал закон арђине вăкăрсем урлă та хăйĕн ырлăхне кăтартнă. (1 Цар. VI). Священник пурăннă ырă пурнăç, священник тунă ырă ĕçсем çавăн пек ырлăх кÿресси пур-и? Турă пÿр­нĕ ырлăхсем вĕсем священник ырри-усаллинђен килес çук. Пурте Туррăн хăйĕн ырлăхĕнђен килет. Священ­никĕн ĕçĕ — ђĕлхе-çăвар уçасси, тăвасса пурне те Турă тăват̌, тесе вĕрентнĕ Св. Іоанн Златоуст. (2 бес. на 2-е посл. къ Тим. ).

Іисус Христос каланă: „Кам Ђиркĕве итлемест, вăл çын саншăн суйа тĕнлĕ çын пек, мытар пек пултăр“, тенĕ. (Матѳ- ХѴІІІ — 17). Çавăнпа Христос çы­нĕсенĕн пурин те Христосăн Ђиркÿне пăхăнмалла, Ђир­кÿ мĕн хушнинђен нихçан та пĕрте тухмалла мар.

Св. Игнатій Богоносец каланă: „Тăвансем, епископсене, священниксене, діаконсене пăхăнма тăрăшăр. Кам вĕсене пăхăнат̌ çав вĕсене вырăна лартакан Христоса итлет. Кам вĕсене хирĕçет, çав Іисус Хрис­тоса хирĕçет. Христоса хирĕçекен ђĕрĕлĕх курас çук, унăн çинђе Туррăн çилли тăрат̌”, тенĕ.

Св. Кипріан каланă: „Кам кăмăлĕшĕн ђиркÿ анне мар, çавăншăн Турă та ашшĕ пулас çук. Священник­сене курайман çынсем, Христос ђиркĕвĕнђен сивĕнекен­сем Христос йађĕшĕн асапланса вилес пулсан та, хăй­сенĕн йÿнĕпе те çав çылăха çуса тасатас çук. Ђиркÿрен пуçне çăлăнăç çук”, тенĕ.

Священниксене пăхăнасси çинђен Св. Іоанн Зла­тоуст çапла каласа вĕрентнĕ:

„Святой Апостол каланă: хăвăра вĕрентекенсене итлесе, пăхăнса тăрăр, вĕсем сирĕн ђунăрсемшĕн тă­рăшса пурнаççĕ, сирĕн ђунăрсемшĕн вĕсенĕн хисеп памалла, тенĕ. Сана вĕрентекен саншăн çав тĕрлĕ йывăрлăх курмалла, ăна итлени сана хăвнах усăллă. Кала ĕнтĕ есĕ мана: мĕншĕн есĕ ăна çапах итлесшĕн те мăр халĕ? Унăн ик хисеп памалла: хăйшĕн те хи­сеп памалла, саншăн та памалла. Хăй ђунĕ тĕлешĕнђен пурте тĕрĕс пулсан та лăпланма çук унăн: тата халĕ унăн сан ђуну тĕлешĕнђен те пурне те тĕрĕс туса çитермелле. Унсăрăн унăн ђунĕ пусăрăнмаст̌. Шухăш­ласа ил-ха: хăй пăхса тăракан çынсемшĕн пуриншĕнте мĕн ђухлĕ тăрăшмалла унăн, мĕн ђухлĕ пăшăрханмал­ла! Вăл саншăн тÿсекен йывăрлăхпа танлаштармашкăн. есĕ ăна йепле хисеп тума пĕлессÿ пур? Йепле ырлăх туса таврассу пур есĕ ăна? Вăл саншăн тÿснĕ йывăрлăх­па есĕ ăна нимĕнпе те тан туса тавăрса парассу çук. Есĕ уншăн хăвăн ђунна паман халĕ, вăл хăйĕн ђунне саншăн парат̌. Вăл ку Тĕнђере кирлĕ çĕрте хăй ђун­не саншăн памасассăн, леш Тĕнђере çухатат̌ ăна. Çа­пах есĕ ăна сăмахран та пăрăнасшăн мар! Пур усал ак мĕнтен пулат̌: аслисене, пуçлăхсене тивĕçлине пă­хăнмаççĕ, намăса та çухатнă, хăрама та пĕлмеççĕ!

Апостол калат̌ вĕрентекенсене итлесе, пăхăнса пурăнăр, тет. Ку ђухне апла тумаççĕ, пĕтĕм йĕркене пăснă, пурне те кутăн çавăрса лартнă. Çак сăмаха епĕ пуç­лăхсемшĕн хута кĕрсе каламастăп: епир вĕсене темĕн пек итлесе пурăнсан та, епир итленинђен мĕн усси пур вĕсене? Ку тĕнђере вĕсене хисепленине леш тĕн­ђере нимĕн усă та курас çук вĕсем. Ку тĕнђере вĕсе­не кÿрентерсессĕн те леш тĕнђере уншăн нимĕн сийĕн пулас çук вĕсене: Хăйсем пăхса тăракан çынсем пăхăннинђен усă мар сийĕн те тивет вĕсене, авал Илийа хурлăх пулнă пек. (1 Цар. II). Вĕсене хисеплес вы­рăнне кÿрентерсессĕн, авал Самуила каланă пек, Турă калат̌ вĕсене: „вĕсем сана мар кÿрентерђĕç, Мана кÿрентерђĕç“, тет. (1 Цар. VII—7). Çапла, пуçлăхсене кÿрентернинђен вĕсене сийĕн мар усă та тивет, хисепленинђен усă мар хурлăх та тивет вĕсене. Çук, пуçлăхсемшĕн мар, сиртен хăвăртан кирлĕ вĕсене пăхăнасси. Çавăнпа епĕ çак сăмаха вĕсемшĕн мар, сирĕншĕн хăвăршăн калатăп. Кам священнике хисеп­лет, çав çын Турра та хисеплекен пулат̌. Кам священ­нике йуратми пулнă, çав çын пăртаккăн пăртаккăнах хăçан та пулсан Турра та кÿрентерекен пулат̌. — „Сире хапăл илекен Мана хапăл илет”, тенĕ Турă. Туррăн кĕнеки çинђе тепĕр çĕрте каланă: „Туррăн священ­никĕсене хисеп пар”, тĕне. (Чнс. ХѴІІІ—8). Іудейсем мĕншĕн Турра кÿрентерекен пулса кайнă? —Вĕсем Моисейне хисеплемен, кÿрентернĕ ăна, Моисейе вĕсем ђулпа пенĕ. Камăн кăмăлĕ священник умĕнђе йăваш, çавăн кăмăлĕ Турă умĕнђе те йăваш. Священник усал çын пулсан та есĕ хисеп пар ăна, Турă пирки, Турра хисепленĕ пирки хисепле ăна. Есĕ Турра хисепленĕ пирки хисепе тивĕççĕр çынпа та хисеплесен, çавна кура Турă сана тивĕçлипе ырлăх тавăрса парат̌. Турă каланă пек, —„пророк йађĕпе пророка хапăл илекен пророк сăвапне курĕ” (Матѳ. Х—41). Çавăнпа священ­нике хисеплесе, итлесе, пăхăнса пурăнакана тасăвап пулĕ. Йут çынна ху патна йышăнса хапăл тунă ђух есĕ кама хапăл тунине ху та пĕлместĕн. Çапах сана ăна хапăл тунăшăн çав тĕрлĕ сăвап пулат̌. Священ­нике пăхăнма сана Турă хăй хушнă, çавăнпа ăна пă­хăннăшăн сана тата ытларах сăвап пулĕ. Турă каланă: Моисей вырăнне кĕнекеçĕсемпе фарисейсем ларнă. Çа­вăнпа есир вĕсем уйама хушнине пурне те уйăр, тума хушнине пурне те тăвăр, анђах вĕсем тунă пек ан тăвăр”, тенĕ. (Матѳ. ХХIIІ—2, 3). Пĕлмеcтĕн-и мĕн есĕ: священник кам вăл? —Священник вăл Туррăн ан­гелĕ. Священник вăл хăйĕнне калат-и мĕн? Eсĕ ăна йуратмастăн пулсассăн, есĕ ăна мар йуратмастăн, есĕ ăна священнике лартакана, Турра йуратмастăн”, тесе вĕрентнĕ Св. Іоанн Златоуст. (2 бес. на 2 посл. къ Тим. ).

Çапла, тăвансем, хăвăра вĕрентекенсене итлесе, пăхăнса тăрăр. Вĕсем сирĕн ђунăрсемшĕн тăрăшса пурнаççĕ, сирĕн ђунăрсемшĕн вĕсенĕн хисеп памалла. Вĕсем мĕн вĕрентнине тăрăшса итлĕр, вĕсем мĕн хуш­нине тăрăшса туса пурăнăр. Мĕн вĕрентессе те вĕсем сире усă кÿресшĕн вĕрентеççĕ, сирĕн ђунăра çăласшăн тăрăшаççĕ. Итлемесĕр тăрса, хирĕçе пырса ан кÿрен­терĕр вĕсене. Есир итлеменнипе вĕсенĕн хастар çухалат̌, сирĕн валли тăвас çăлăнăç ĕçне тума хал иксĕлет. Вĕсем тăвас ĕçе ђарса есир вĕсенĕн Пуçлăхне Іисус Христоса кÿрентеретĕр. Вĕсем Христос ĕçне туса тăраççĕ, вĕсем Христосăн çуртне тăратнă Унăн шан­нă ђурисем. (1 Кор. IV—1). Хăйсен ĕçне вĕсенĕн хавасланса тумалла пултăр, куљљанса хуйхăрса тумалла ан пултăр. Вĕсенĕн сăмахне итлесе, Христос çынне йепле тивĕçлĕ çапла пурăнма вĕрĕнсе савăнтарăр вĕ­сене. Вăй çитнĕ таран вĕсен ĕçне çăмăллатăр, тивĕçлипеле вĕсене хисеп парăр, сирĕн ђунăрсем тĕлешĕн­ђен вĕсем сирĕн аçăр пуллаççĕ. Вĕсене кÿрентернинђен сире усă тивес çук.

Пирĕн ђунăн тăшманĕ, усал сывлăш, йаланах пирĕн ђунăмăра хăйне парăнтарасшăн тăрăшат̌, хăйне парăнтарса хăй патне тамăка илесшĕн вăл ăна. Епир çăлăнма тăрăшнине вăл пит кураймаст̌, йепле те пул­сан улталаса аташтарма пире сыхласа, май шыраса çÿрет. Пуринђен ытла шуйттан пире суйапа, елекпе улталат̌. Священник тăвакан ĕçе вăл ăраснах хураймаст̌, мĕншĕн тесен етем священник тăвакан ĕç тăрăх çăлăнат̌. Çавăнпа вăл священниксем çинђен ăраснах тăрăш­са елек сарат̌. Халăха священникрен сивĕтсе вăл ăна священник тăвакан ĕçрен сивĕтесшĕн.

Египет çĕрĕнђе пĕр Марк йăтлă святой çын Тур­ра кĕл-туса пурăннă. Вăтăр çул вăл хăйĕн пÿлĕмĕнчен тухмасăр типĕ тытса кĕлтунă. Çапла таса пурăнма Турăран хăват илмешкĕн вăл ђас-ђасах ђунĕпе хатĕр­ленсе Христосăн таса ÿђĕпе йунне ăша илнĕ. Ăна хатĕрлесе таса пай памашкăн ун патне пĕр священ­ник çÿренĕ. Çав святой çын çапла çăлăнса пурăннине усал сывлăш пит курайман. Ăна вăл йепле те пулин улталаса çылăха кÿртесшĕн пулнă. Ултава парăнакан тумашкăн ăна Христосран сивĕтесшĕн пулнă, Христос­ран сивĕтес тесе малтан священникрен сивĕтме тăрăш­нă, священникĕ шанми тăвасшăн пулнă. Шуйттан вăл вăй пирĕн куçа курăнса усал тумаст̌, усал тумашкăн вăл усал çын ăшне кĕрет те ăна хĕтĕртет. Çавăнпа усал çынсем пурте вĕсем шуйттан тарçи пулса шуйт­тан валли тăрăшаççĕ. Çакăнта та вăл пĕр çылăхлă çын ăшне кĕнĕ те ăна Св. Марк патне илсе пынă, пĕр сăлтав тупса пынă лешĕ. Св. Марк патне пынă та, çав çын вара сăмах майĕпе священник çинђен елеклесе калаçа пуçланă: сан патна çÿрекен священник вăл çапла-çапла туса курăнат̌, ырă çын мар вăл, свя­щенник пулса тăма та тивĕçлĕ мар вăл, ăна есĕ ху патна ан та йышăн, тесе елекленĕ. Св. Марк хăй таса ђунлăскер шуйттан ђĕлхине сиснĕ, елеке ĕненмен. Турра кĕл-туса вăл çав çын ăшĕнђен усал сывлăша хăваласа кăларнă, вара çынна каланă: ађам, çынна ан айăпла, çынна айăпламасассăн ху та айăплă пулмăн. Вăл священник çылăхлă пулсассăн та ăна тиркешер­ме пирĕн ĕç мар, епир иксĕмĕр тасатас çук ăна, ађам. Турă кĕнеки çинђе каланă: пĕр-пĕриншĕн кĕл-тăвăр, пĕр-пĕриншĕн кĕл-туса çылăхăрсенчен тасалăр, тесе çырнă, тенĕ. Елеклекен çынна Св. Марк çапла ÿкĕтлесе йанă. Тепĕр кунне Св. Марк патне хайхи священник пынă. Св. Марк ăна халиђђенхи пекех хисеплесе, савăнса йышăннă. Усал сывлăшăн елекĕ хыççăн кай­маншăн Турă Св. Марка священникĕн тасалăхне курма панă. Священник кĕл-тума пырса тăрсассăн, çÿлтен туррăн-ангелĕ аннă та священникĕн пуçĕ çине хăйĕн сылтăм аллине хунă. Священник вара вут çулăмĕ пек Çап-çутă пулса тăнă. Çав вăхăтра Св. Марка сасă илтĕннĕ çаккăнтан ан тĕлĕн есĕ. Çĕрти патша та пĕле-тăркађах хăй умĕнђе усал çынна çÿретмест; пурне те витĕр пĕлсе тăракан Çÿлти Патша хăйĕн ĕçне ту­машкăн усал çынна суйласси пур-и вара? тенĕ.

Священник тивлетне кама парассине, кама пама йураманнине Турă хăй пĕлсе тăрат̌. Вăл тивлете Турă суйланă çын анђах илет, Турă ирĕкĕнчен иртсе никам та хăй çине хăй илеймест, Туррăн ирĕкĕ пулмасан вăл тивлет етем кăтартнипе никама та тивмест. Етеме ыррăн туйăнни ђас-ђчсах Туррăн кăмăлĕшĕн ырă мар, етеме усаллăн туйăнни ђас-ђасах Турă умĕнђе усал мар. Священник тивлеђĕ кама тивĕçлине уйăрма етем ăсĕ пултарайман.

Неокесарія çĕрĕнђе Коман йатлă хулара пĕрре епископ вилнĕ. Ун вырăнне епископ суйлама хула çын­нисем хăватлă ĕçсем тăвакан Св. Григорийа ђĕннĕ. Вĕсем ăна нумай çын çине кăтартнă çакна епископа суйланă тесе. Вĕсем хушшинђе нумай вĕреннĕ çынсем те, ăслă çынсем те пулнă, —Св. Григорій вĕсенђен нихăшне те епископа кĕме тивĕçлине тупман, пурне те тиркенĕ. Кайран пĕр çын мыскара туса йурийех ка­ланă апла пулсан епископа еппин Александра суйлас мар-и тата? тенĕ. Çапла каласан ыттисем пурте кулса йанă. Св. Григорій ыйтнă вĕсенђен: кам вăл Алек­сандр? тенĕ. Çав хулара пĕр Александр йатлă çын кăмрăк çунтарса сутса пурăннă, çав çын çинђен кала­нă вĕсем. Çавна каласа кăтартсассăн Св. Григорій каланă: илсе килĕр-ха ăна кунта, тенĕ. Александра пухăва илсе пынă. Ăна курсанах нумайĕшĕ ахăлтатса кулса йанă. Кăмрăк ĕçпе ĕçлекенскер Александр пĕтĕмпе хуп-хура пулнă, çийĕнђе те унăн çĕтĕк-çатăк тумтир анђах пулнă. Александра Св. Григорій умне пырса тăратсан Григорийа Св. Сывлăш систернĕ: епископ пулма çак тивĕçлĕ, тенĕ. Св. Григорій Алек­сандра кайса çăвăнса, тирпейлĕ тумтир тăхăнса, пухува пыма хушнă. Александр тирпейленсе пынă. Св. Григорій ăна пĕтĕм халăх умĕнђе сăнаса вăл Турă Çырăвне мĕн ђухлĕ пĕлнине мĕн ђухлĕ тĕрĕс ăнланине ыйта пуçланă. Хăйĕн ăс-хакăлĕпе, сăмахĕ-йумахĕпе, Турă Çырăвне йепле аван пĕлнипе Александр пурне те тĕлĕнтерсе йанă. Вăл пит ăслă çын, пит тĕплĕ вĕреннĕ çын пулнă. Анђах вăл пит мĕскĕн кăмăллă çын пулнă, çавăнпа пурнасса та мĕскĕн пурнăçа йурат­са мĕскĕн пурăннă. Св. Григорій ăна епископа суй­ланă. Коман хулинче вара вăл епископ пулса тăнă. Халăха вăл пит аван вĕрентсе пурăннă, вăл каланă сăмахсене Св. Сывлăш хăвађĕ хăватлантарнă. Халăх уншăн Турра тав-тунă, пире пăхса усрама, кĕтмешкĕн Турă çаккăн ђухлĕ ырă кĕтÿçĕ тупса пађĕ тесе. Таса Ђиркÿ ăна святойсен хисепне хурса хисеплесе тăрат̌.

Священнпк тивлетне хисеплекенсенĕн, кам хăй священник марри, священикрен пиллĕх илме тивĕçлĕ. Христос панă тивлетпе священник ахаљ çынсене пил­леме пултарат̌: Вăл Іисус Христос йађĕпе пиллет, Христос йатĕнђен пуçне урăх никам йађĕпе те пил­леме çук. Христоса ĕненсе, священник тивлетне хи­сеплесе илекенсене священник пиллĕхĕ усалтан упрат̌, ырăлăх кÿрет. Священник пиллĕхĕшĕн авалтанпах нумай çын хăйсем ĕненнĕçеммĕн ырăлăх курнă. Хри­стос çынĕсем авал çавăнпа священник пиллĕхне пит пахаланă. Святой çынсем, хăйсем святой пулсан та, священник пиллĕхне хисепе хунă. Святой Симеон патне пĕрре священник пынă. Св. Симеон хăй вăл архиманд­рит пулнă, священникрен аслăскерĕ унăн священникрен пиллĕх илме йураман. Хăйĕн вĕренекенĕсене вăл пурне те çав священникрен пиллĕх илме хушнă. Св. Антоній Великій (хăй вăл священник пулман) священниксене тĕл пулсан йаланах вĕсенђен пуринђен те пиллĕх илнĕ.

Тăвансем, ырра хисеплеме вĕренĕр. Ырра хисепле­кен пулсан хăвăр та ырă пулатăр. Пур ырă та Турă­ран, пур ырра та Турă етеме йуратса панă Турă йуратса панă ырра сайа ан йарăр. Ырра сайа йани Тур­рăн кăмăлне хăварни, хăмăр ђунăмăра сайа йани пу­лат̌. Священник тивлеђĕ те Туррăн ырлăхĕ, етеме ырă тумашкăн, етеме çăлмашкăн панă ырлăх. Ăна хисеплемесĕр Турра ан кÿрентерĕр, ăна хисеплеме вĕренсе Турăран ырлăх илсе пурăнăр, хăвăр ђунăра çăлăр. Унсăр пуçне ђуна çăлма çук.


1898, Хусан

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.