Ђун Кĕтÿçĕ-Священник

Ђун Кĕтÿçĕ-Священник

Чун Кĕтÿçĕ – Священник


Тĕнђере мĕн пур етем пурте çылăxлă. Турă пире пурсăмăра та çăласшăн. Çăлăнма мĕн кирлине Вăл пире пурне те панă. Пире çăлмашкăн Турă Xăй çĕр çине анса етем пулса, пурăннă, пирĕншĕн Xăй асапланса вилнĕ, вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрса пĕлĕт çине çĕкленнĕ. Çĕр çинђе, етем xушшинђе Xăйĕн ĕçне, етеме çăлас ĕçе, туса тăмашкăн Вăл апостолсем суйласа xăварнă. Xристос Турă вĕсене çăлăнăç ĕçне тума, хатĕрлесе вĕрентсе çÿренĕ, Xăй мĕн тунине, йепле пурăннине кăтартса çÿренĕ вĕсене, Çÿлти Патшалăxăн пĕлĕнми ĕçне пĕлме йанă, ытти етемрен уйрăм вĕсене тивлет панă, Xăйĕн ĕçне туса тăма вĕсене xăват йанă ытти ĕненекенсем xушшинђен пуринђен те уйрăм суйласа илсе вĕсене çав xăватпа xăватлантарнă, вĕсем çине Святой Сывлăш ырлăxне антарнă. Вĕсене йанă xăват виç тĕрлĕ.Малаллине вулас