Ĕçкĕ Юрри


Гурий Комиссаров (Вантер)


Ĕçкĕ юрри

Тыр хушшинчи пиçенĕ
Ÿсен тырра пусмăрлать.
Ах, аттеçĕм, ай, атте,
Эпир апла пулас çук.

Çырма кайăк куккук пур
Хăй амăшне хисеплемест.
Ах, аннеçĕм, ах, анне,
Эпир апла пулас çук.

Пĕлт айĕнчи тăрнине
Пĕччен прахса хăварнă.
Кукаçиçĕм, кукамай,
Эпир апла тăвас çук.

Кил хушшинчи йытти пур —
Кушака пĕр кураймасть.
Ах, тетеçĕм, ах, инке,
Эпир апла пулас çук.

Выльăхпала кашкăр пур –
Нихçан килшсе пурнас çук.
Ах, куккиçĕм, ах, инке,
Эпир апла пулас çук.

Чанапала шăнкăрч пур –
Пĕрмай вăрçса пурнаççĕ.
Ах, йыснаçăм, ах, акка,
Эпир апла пулас çук.

Уйри икĕ çул юппи
Ик çĕрелле каять-çке.
Ах, шăллăмçăм, ай, кинçĕм,
Эпир апла пулас çук.

1901

Пирĕшти

Шыв хĕррипе пыраттăм,
Шыва кĕме каяттăм.
Арман патне çитсессĕн,
Йывăç тĕми хумханчĕ, –
Пирĕшти сăнĕ курăнчĕ.

Пăхрĕ илчĕ ман çине –
Ирĕлтернĕ чĕрене.
Эпĕ пăхрăм çаврăнса.
Курчĕ – тути йăл кулчĕ,
Йывăç ăшне пытанчĕ.

Çăвĕ иртрĕ, кĕр çитрĕ –
Пирĕшти асран каймарĕ:
Çара ура, шурă кĕпе,
Панулми пек пит çăмарти,
Чие çырли пек тути;

Ункăн-ункăн хура çÿç,
Пĕлĕт тĕслĕ кăвак куç,
Вăлта хулли – кĕлетки
Мана канлĕх памаççĕ,
Арман еннех туртаççĕ.

1904

Хура куçа

Кала мана, Элеçÿ,
Мĕншĕн сан хура куçу
Мана тек канлĕх памасть,
Хам куçăмран çухалмасть.

Карттин çинчи пек сăну
Ма чунăма хускатрĕ?
Ма çав сассу, ăс-тăну
Чĕрем çăвне шăратрĕ?

Мĕншĕн, çывăрма выртсан.
Эс тĕлĕкре курнатăн?
Пĕр-пĕр ĕç тума тăрсан,
Эсех пуçран тухмастăн.

Кам пулатăн эс: тус-и,
Тăван юнлă йăмăк-и?
Çук, эсĕ, тен, пахарах,
Тăван юнран çывăхрах.

Ĕмĕр санпа пулăттăм,
Хура куçна пăхăттăм,
Пулăттăм тек çумăнта,
Ăшăнăттăм çывханта.

Çĕмĕрт çырли пек куçу
Чĕрем ăшне вырнаçрĕ,
Шур тутăр çыхнă пуçу
Манăн асран каймарĕ.

Ах, мĕншĕн çавă кунне
Эпĕ сана тĕл пултăм?
Ма пăрнмарăм çурт хыçне?
Ма аллăма эп патăм?

1905

Епле Патăръяль пулни

Ĕлĕк Етĕрне çĕрĕнче
Пĕтĕм вăрман анчахчĕ.
Çав вăрмансем хушшинче
Чăваш халăх пурăннă.
Ункă тăвĕ хĕрринче.
«Етĕк» ятлă вăрманта
Малтан сакăр ял лартнă.
Кайран çирĕмрен те иртнĕ,
Халĕ сакăр староста.
Халăх пĕрмай хунанă,
Вăрмансенче хир тунă,
Суха туса, тыр акса
Пурăнма вара пуçланă.
Чăваш ун чух тĕттĕмре,
Чăн турра пĕлмесĕрех,
Хăй йалипех пурăннă,
Киремете чÿкленĕ.
Акă чăваш халăхне
Тĕне кÿртме пуçланă.
Патăръялне те килнĕ,
Анчах вырăсла вĕрентнĕ.
Халăх патшаран хăраса
Часрах тĕне кĕрсе пĕтнĕ.
Çирĕм сакăр ялĕнчен
Салтăканăн общинчи
«Чăрăш» текен ялне
Йăвăç чиркÿ туса лартнă.
Анчах чăвашла вĕрентментен
(Пупсем ялан вырăс пулнă)
Халăх çĕн тĕне ăнланман,
Чиркĕве те çÿремен
Кĕç школ та туса лартнă:
Ачасене çылампа,
Розгăпала хĕне-хне
Çырăва вĕрентме тапратнă.
Нумайăшĕ тарса пĕтнĕ,
Çирмрен пĕр-ик ача
Аран вĕренсе тухнă,
Çырма пĕлекен пулнă.
Акă Патăръялĕнче
Йăвăç чиркÿ вырăнне
Чултан чиркÿ туса лартнă,
Кунтах кантур та тунă;
Школне те çĕнĕ тунă;
Ялĕ те аслăланнă.
Хура пÿртсем хушшинче
Шуррисем тухса ларнă.
Çавă вăхăт хушшинче
Чăваш кнекисем тухнă;
Чиркÿре те, школта та
Чăвашла вĕрентме пуçланă.
Школта розгăпа хнеме
Пĕчĕккĕнех пăрахнă,
Çавнпа вĕренекенсем
Çуллен хушăнма пуçланă.


Чиркре хамăр чĕлхепе
Кĕлтунине илтсессĕн,
Халăх вара «Тур çуртне»
Хавас çÿре пуçланă.
Анчах Патăръялĕнче
Халăха илĕртекен
Пĕр пысăк усал хупах
Таçтан шăтса тухса ларнă.
Ялĕ пĕрмаях ÿснĕ,
Аслăланнă, юсаннă,
Ĕлĕкхи ÿрамсене
Тăсса тÿп-тÿр туса лартнă.
Чылай вăхăт иртсессĕн,
Патăръялĕнче хурах та,
Канторĕ те çухалнă;
Шкул тăтах çĕнĕ тунă.
Хĕрачасем валли
Тата урăх школ лартнă.
Çапле ерипе Патăръяль
Хальхи пек пулса тăнă.

1902

Чăваш

«Чăваш – йăваш халăх,
Чăваш – ырхан халăх,
Чăваш – теттĕм халăх,
Чăваш – чухăн халăх.

Юсаймĕ вăл пурăнăçне,
Кăтартаймĕ хăватне,
Чыслă халăх пулаймĕ,
Хăй культурине усраймĕ», –

Çапла çынсем калаççĕ,
Пирĕн çине шанмаççĕ.
Вĕсем каланă тăрăх,
Чăваш – вăл пĕтнĕ халăх…

Анчах чăваш ĕçчен-ха,
Унăн хастар пĕтмен-ха:
Кунĕн-çĕрĕн вăл ĕçлет,
Начар çĕрне кукалет

Вĕренме вăл ÿркенмест,
Кĕнекерен йĕрĕнмест;
Ăсталăха юратать,
Малаллах тапаланать.

Шанатăп: чăваш пуçĕ
Ăспа тухĕ-ха мала;
Унăн уçăлĕ куçĕ:
Пăхĕ ялан çутталла!

Вĕренсе çутта тухнипе
Чăваш юсĕ пурăнăçне,
Ăсталăха пĕлнипе
Хуса çитĕ çынсене!

Чĕмпĕр, 1903, январь.

Яшă юрри

(Вырăс сăвăçи А.В. Кольцов çырнă евĕрлĕ)

Мĕншĕн эс, çуркунне,
Тек мана астаран:
Юрлама, выляма
Уява чĕнетĕн?

Хитре эс, çуркуннем,
Нумай сан савăнăç,
Нумай санăн янрав,
Нумай ыра шăршă.

Анчах ман хуйхăма
Эсĕ те сиреймĕн:
Йывăр чул пек выртать
Ман чĕрем çийĕнче.

Аттем мар, аннем мар,
Пиччем мар, йăмăк мар
Мана хуйхă кÿчĕ:
Варлă тус пĕтерчĕ.

Йĕтĕн пек сар çÿçĕ,
Кăвак пĕлĕт куçĕсем,
Нар пек хĕрлĕ тути –
Куçăмран çухалмасть,

Асăмран та каймасть.
Пайтах каç иксĕмĕр
Юнашар ларнăччĕ.
Юрлатчĕ юррине –

Пусăрăнчĕ чуна,
Ыталатчĕ мана,
Чуптăватчĕ савса,
Кăкăрăм çинелле

Хуратчĕ хăй пуçне.
Сар çÿçне якатса
Ачашларăм хĕре,
Çырла пек тутине

Чуптăвăттăм унăнне.
Анчах рай пурăнăçĕ
Нумаях пымарĕ:
Темшĕн пÿлĕхçийĕ

Ĕмĕте час татрĕ.
Ашшĕпе ют çĕре
Тухса кайрĕ варли.
Унтанпа çыру та,

Хыпар та пулмарĕ.
Унтанпа ман пуçăм
Усăнчĕ çĕрелле
Тек ĕмĕт пĕр шухăш…

Курмăттăм тĕнчене,
Кăтартмăттăм сăннăма:
Выртăттăм эп луччă
Тăпрапа витĕнсе.

Эпĕ выртнă çĕрте
Шăпчăк-кайăк юрлĕ.
Тен, унăн юррине
Манăн савнă тус илтĕ.

Ун чухне çамрăк хĕр
Ман çинчен шухăшлĕ,
Сывлăм пек куççульне
Пит тăрăх юхтарĕ.

Чĕмпĕр, 1903, май.

Çуркунне

Эпĕ анчах вăраннă;
Куçа уçса пăхрăм та,
Ман чун савăнсах кайре:
Епле лайăх-çке тулта!

Çÿлтен, кăвак пĕлет çинчен
Çап-çутă хĕвел пăхать;
Ăшă парса, савăнса,
Йăл-йăл кулса нĕр тăрать.

Унăн çутти ман пÿртре
Кăмака умĕнче вылять;
Ман пата та çитесшĕн,
Вырăн çинелле хăпарать.

Тулта чĕрчун савăнать:
Чăххи-чĕппи какалать,
Автанĕ те авăтать;
Курак-чаки ахăрать.

Шăнкăрч пÿрт çинче юрлать,
Салакайăкĕ ятлаçать, –
Кăвакарчăнĕ вурклагать,
Ĕни парувĕшĕн макăрать.

Пурте хăй ĕçне тăвать,
Эпĕ анчах выртатăп!
Капла намăс, тăрас пулĕ.
Тăратăп та каятăп.

Таса, уçă сывлăшпа
Тулта эпĕ уçăлтăм,
Тăри юррине итлесе,
Пĕлте пăхса савăнтăм…

Хĕвел ăшшипе çутти
Пурне те савăнтарать;
Ырă çуркунне килсессĕн,
Пурте чĕрĕлсе тăрать.

Турă çурчĕ – çуркунни
Кашни çул килсе каять,
Кашни çулах чĕрчуна
Ырăлăх парса хăварать.

Килĕ тата çуркунне,
Сĕм урăхла çуркунне,
Вăл, ырăлăхне тиесе,
Килĕ пирĕн тĕнчене.

Вăл пур чуна та ăшăтĕ,
Çуттипе савăнтарĕ,
Ырăлăхĕпе тутă тăвĕ,
Пурне те лăплантарĕ.

Часрах, часрах килтĕрччĕ,
Халăха ирĕк кÿтĕрччĕ,
Юн тăкасса чартăрччĕ,
Тĕрĕслĕхе сартăрччĕ!

Çапла калать ман чĕлхе,
Çаплах калать чĕрем те:
Хĕвел ăштарах парсан,
Кĕтеп эпĕ пурне те.

1906

Ял вĕçĕнче школ ларать

Ял вĕçĕнче школ ларать…
Йĕри-тавра казак тăрать…
Учитĕле тытса тухрĕç,
Мĕн айăпне каламарĕç.

Вĕренекен ачисем
Кăшкăрса ячĕç, мĕскĕнсем,
Ĕсĕклесе макраççĕ,
Вĕрентекен патне туртăнаççĕ.

Ак пер ачийĕ тăрать,
Çапла макăрса калать:
«Эй, савнă вĕрентекен,
Пире ăса кÿртекен,
Эсĕ пире юратрăн,
Атте вырăнне пултăн,
Пире ырра вĕрентрĕн,
Пиртен эсĕ йĕрĕнмерĕн,
Пур халăхшăн тăрăшрăн,
Хушăн эс кулянмарăн.
Халь пирĕнтен уйăрлан.
Пире хуйăха хăваран.
Сана урăх курас çук,
Сан сăмахна итлес çук,
Шыраса та тупас çук,
Макăрса та çăлас çук.
Эпир сана манмăпăр,
Сан пек пулма тăрăшăпăр,
Санăн ятна сарăпăр»…
Ача çакна каласан,
Вĕрентекенĕ куççульпе,
Çÿлелле пăхса, ерипе
Акă çапла каларĕ:
«Эй, юратнă ачамсем,
Ан макăрăр, ман чунсем!
Мана тытса хупсан та,
Ĕç тăвасси хăвăрта:
Эп тахçанах каланă,
Эсир ăна тăнланă».
………………………………………
………………………………………
………………………………………
Ăçта, тăвансем, школ хуçи?
Ма алăкне питĕрнĕ?
Ма чÿречисем хупах?
Ăçта ача сĕрлени?

1906

Ĕмĕт

Курăк çеçки пулăттăм:
Тутлă шерпет ĕçĕттĕм,
Капăрланса ларăттăм –
Çукка-мĕне пĕлмĕттĕм.

Партас пулă пулăттăм:
Çутă кÿлĕре ишĕттĕм,
Йăр-йар чăмса выльăттăм –
Хуйха-суйха пĕлмĕттĕм.

Шăпчăк кайăк пулăттăм:
Сад пахчинче вĕçĕттĕм,
Кунĕн-çĕрĕн калăттăм, –
Куççуль мĕнне пĕлмĕттĕм.

Ăмăрткайăк пулăттăм:
Ирĕклĕхре çÿрĕттĕм.
Пĕлтрен çÿлте явнăттăм –
Чуралăха пĕлмĕттĕм.

1908

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.