Чăваш


Гаврил Кореньков


Ăçтан тухнă эс, чăваш,
Кам пулнă сан аслаçу?
Кирек ăçтан эс «не наш»,
Кирек ăçтан ятлашу,

Усал сăмах илтсен эс,
Тата, хăш чух, лаша пек,
Чылай патак çиен эс.
Пăхсан, эс те этем пек:

Этем пекех тăхнатăн,
Этем пекех çиетĕн;
Çын пек суха тăватăн,
Çын пек вăрçа çÿретĕн,

Çапах сана хисеп çук,
Пĕрмай эсĕ ларчăкра,
Кирек ăçтах эс «Ванчук»,
Кирек ăçтах тарçăра.

Мĕншĕн эсĕ кăшт пăртак
Шухăшласа пăхмастăн?
Мĕншĕн эсĕ тăм ашак,
Мĕншĕн куçа уçмастăн?

Кала халĕ, мĕн пур сан?
Аслă школсем пур-и сан?
Театрсем пур-и сан?
Праход-лодка пур-и сан?

Кĕнекÿ те тахçанах
Тирĕс çинче çĕрнĕ сан.
Тăм-ухмах эс, тăм-ухмах.
Этем пулаймĕ санран.

Пăртак асли пуçлисем
Çĕн кĕнеке кăларчĕç.
Ун çинелле, путсăрсам,
Çаврăнса та пăхмарĕç.

Каллех санăн кĕнекÿ
Тирĕс айне вăрăнчĕ.
Вăл пулнăччĕ сан ÿпкÿ,
Вăл сан чуну пулнăччĕ.

Унпа сывлăш çавраттăн.
Пуçна чылай уçаттăн,
Ĕнтĕ каллех пăчăхрăн,
Хура куçлăх тăхăнтăн.

Пĕрмай кун пек пурăнсан,
Чисти пĕчĕк эс, чăваш.
Ĕçпех тинкÿ тухĕ сан.
Пушшех пулăн, эс «не наш».

Мĕскĕн чăваш этемми,
Мĕншĕн санăн пуç мими
Çын мими пек вылянмасть,
Мĕншĕн хăйшĕн тăрăшмасть?

Кала, кама шанан эс?
Е турăран кĕтетне?
Ăнлан, турă пит йĕмест;
Пĕлет хăйĕн пĕлетне.

Малтан пултăр сан кăмăл, –
Вара килсе парĕ вăл.

1907

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.