Якур юррисем


Урхас Якурĕ


Юрăсем

Каш-каш вăрман, каш вăрман.
Мĕн-ма тăтшах кашлать ву?
Çоллен торат хошас, тет.
Каш-каш хăмăш, каш хăмăш.
Мĕн-ма тăтшах кашалть ву?
Çоллен сыппа ларас, тет.
Кĕр-кĕр халăх, кĕр халăх.
Мĕн-ма кĕрлет çав халăх?
Çолленех нон хошас, тет.

    • *

Атте панă хора лаша
Тытам кÿлĕм тен чохне
Йоман каски полса выртрĕ.

Атте панă хĕрлĕ сорăх
Тытам илем çăмне тен чохне
Хĕрлĕ янкар полса выртрĕ.

Атте панă порçăн пиçиххи
Тытам çыхам тен чохне
Пошăт чĕлĕ полса выртрĕ.

Атте панă порçăн тотăр
Тытам çыхам тен чохне
Вĕрене çулçи полса выртрĕ.


Ай-ай, инке, Куль инке,
Хорарах та шатрарах.
Ах-ах, астуман,
Астумасăр илнĕ ăна.

Сарăкайăк тăраччен
Çарне тăрса çыхинччĕ.
Ах-ах, астуман.
Астумасăр илнĕ ăна.

Хвел хĕрелсе тохаччен
Питне тăрса çăвинччĕ.
Ах-ах, астуман,
Астумасăр илнĕ ăна.

Шорă корак тăраччен
Шор сорпанне сырнинччĕ.
Ах-ах, астуман,
Астумасăр илнĕ ăна.

Вĕт-вĕт кайăк тăраччен
Вĕт салмине торинччĕ.
Ах-ах, астуман,
Астумасăр илнĕ ăна.

Хора корак тăраччен
Хоранне çăвса çакинччĕ.
Ай-ах, астуман,
Астумасăр илнĕ ăна.

Вĕлтрен кайăк тăраччен
Витрене çĕклесе тăринччĕ.
Ах-ах, астуман,
Астумасăр илнĕ ăна.

Хĕр чипер-и; – Тыллапоç!
Кач чипер-и; – Мăк сохал.
Эпĕр ăна каламарăмăр,
Той ачисем каларĕç.


Ку хоçанăн сăра тутлă,
Пĕчĕкçĕ хăмла калаймасть,
Ку хоçанăн яшка лайăх,
Пĕртак тăвар калаймасть.
Ку хоçанăн кин чипер,
Пĕчĕкçĕ сорпан хорарах.
Ку хоçанăн хĕр чипер,
Пĕртак чалма хорарах.
Ку хоçанăн ывăл лайăх,
Пĕртак çÿçне вăрăм ÿстернĕ.


Пăть-пăть потене,
Çта каятăн, потене?
– Хорамалла каятăп.
Хорамалта мĕн ĕç пор?
– Тăлăх тына пор, теççĕ.
Тăлăх тына мĕн хакра?
– Çĕр çирĕм пус, теççĕ.


Çĕрпÿ çинче çĕр çона,
Çĕр çонара пĕр хĕр çок.
Пирĕн ялта пĕр пахча,
Пĕр пахчара сакăр хĕр,
Сакăрăш те сарă-мĕн,
Чонăм савни хора-мĕн.


Хора хĕрсене
Хора торă çоратнă,
Хĕрлĕ хĕрсене
Хĕрлĕ торă çоратнă,
Хĕрсем хĕсĕр поласран
Пире торă çоратнă
Хор хĕрсене
Хора коркана сăра парас,
Хĕрлĕ хĕрсене
Хĕрлĕ коркапа сăра парас.


Чолхолара чон выллять,
Пирĕн холара йон выллять.
Чĕмпĕр котлăх – чĕн котлăх,
Хосан кĕсри – хора кĕсре,
Çол кĕскетме ву йорать.
Хонĕмĕн хĕр – хора хĕр,
Çĕр кĕскетме ву йорать.
Пирĕн окçа хонĕмре,
Хонĕм хĕрĕ мăрт! турĕ,
Хосан кĕсри хăрт! турĕ,
Чĕмпĕр котлăх шарт! турĕ.


Киккирик! сар алтан,
Хорăн тури пошмакки.
Как-кач качака,
Качака потекки картара,
Парни- сарни арчара,
Вакки-твекки пичкере.
Айта, инке, чÿк çиме,
Тосăм панă тор лаша,
Тор лашапа чÿк турăм;
Тав, тав, хĕрсем,
Тав, хĕрсем!


Кăвва-кăвва кăвакал,
Çта каятăн, кăвакал;
– Хорамала каятăп.
Хорамалта мĕн тăвас;
– Онта манăн йăва пор.
Йăва çинче мĕскер пор;
– Йăва çинче çмарта пор.
Çмарта çинче мĕскер пор;
– Çмарта çинче ăйăр пор,
Тытрăм пăхрăм – хошки пор.
Утлантăм кайрăм ял тавра,
Тохрĕç йытсем вĕрмешкĕн,
Тохрĕç хĕрсем чармашкăн.
Хĕрлĕ питлĕ хĕр кортăм,
Чонăм хĕрне чоптурăм,
Никама, терĕм, ан кала.
Кĕтĕм кайрăм шор пÿрте,
Шорă пÿртре шорă стел
Шорă стелте шоç чашкă,
Шоç чашкăра шорă пол,
Шорă пола тытмашкăн
Атма коçĕ кирлĕ ăна.
Атма коçне тумашкăн
Тимĕрç ывăль кирлĕ ăна.
Тимĕрç ывăлне çитерме
Колачпа читнай кирлĕ ăна.
Колач-читнай пĕçерме
Патша хĕрĕ кирлĕ ăна.
Патша хĕрне вĕрентме
Торран хĕрне çаптарма
Порçăн пушă кирлĕ ăна.
Порçăн пушă çакмашкăн
Кĕмĕл йăрхах кирлĕ ăна.
Кĕмĕл йăрхах çапмашкăн
Кĕмĕл прене кирлĕ ăна.
Кĕмĕл прене кÿмешкĕн
Патша лаши кирлĕ ăна.
Патша лашине çитерме
Утăпа сĕлĕ кирлĕ ăна.

1848.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s