
Чăваш Хвети — 19-мĕш ĕмĕрте халăхран тухнă такмакçă. Унăн юррисене Дмитрий Ознобишин фольклорист çырса илсе кăларать. Каярах çак публикаци чăвашла поэтикăн нормисене пысăк витĕм кÿрет…. Тĕплĕнрех→
Юрăсем
Чăршă тăрринче кукку автать,
Ырашлăхра потян автать;
Çĕмĕрт тăрринче шăпчăк автать:
Перĕн автас килмест-и?
Хора Ваçкан телей пор,
Поян çыннăн хойхи пор;Пĕр сом окçа çĕр сом мар,
Пин сом окçа çĕр сом мар.
Сар-пĕр хĕрсам
Сар утăна кайнă.
Сар çомăр килнĕ,
Сар ут вырăнне пĕр кĕпçе.
Хĕрсем алли тивмесĕр,
Кĕпçе тăрри çорлиман.
Каччă алли темесĕр,
Хĕрĕн кăкăр хăпарман.
Атя, пĕр хĕрсем, лармашкăн, –
Шуши мыри пак тора пор;
Ăна каткаласа парăп çимашкăн.
Инке-арăм хĕр полмĕ,
Кÿлнĕ торăх сĕт полмĕ.
Инке терĕм, мĕн терĕм,
Пре кăмăл кор терĕм.
Пре кăмăл кормарĕ, –
Ĕмĕрех хосах çÿремĕпĕр.
– Атя, инке, сертея.
– Серте çамрăк – пымастăп.
– Атя, инке, потрана.
– Потран пиçмен — пымастăп.
– Атя, инке, çырлая.
– Çырла полман – пымастăп.
– Тĕвик-тĕвик тĕкĕрлĕ!
Санăн килÿ-çорту çта?
– Тылапоççи тăрринче.
– Çил витте пĕр салатми?..
Шор варринче шор хоранччĕ,
Кăчăки çокран хорлансан.
Ту хĕрринчи хорами,
Тымар çокран хорланнă.
Тăрать-тăрать тор лаша,
Тоя чопса ывăннă пак;
Тăрать-тăрать – тăтăр-и?
Пĕлмен шĕкĕр каларĕш пак,
Ай-хай, кин – чăн пикенеç,
Пин çонапах килтĕмĕр.
Тапăрах, тапăрах та сикĕрех,
Выльăрах, выльăрах та колăрах!
Ати лаши, квак лаша,
Квак пăр çинче тăрса йолчĕ;
Ати лаши, хора лаша,
Хора çĕр çинче тăрса йолчĕ;
Ати лаши, кĕрен лаша
Крĕве лартса тортăнчĕ.
Олăх хăмли омла пак,
Орлă-пирлĕ постарчĕ.
Садовой хăмли салма пак,
Салма тесе çыртрăм –
Сар çÿçрен торттарчĕ.
Ĕсрĕ çыннăн ăсĕ çок,
Вилнĕ çыннăн чонĕ çок;
Сÿннĕ хăййăн çотти çок;
Тĕттĕм çĕрте тĕп-тĕттĕм,
Çотă çĕрте çап-çотă
Мамăк çытар, тĕк тÿшек, –
Онта выртса полимасть.
Хĕрсе çонакан вот [котĕнче]
Хĕрĕнсе тăрса полимасть.
Кĕрхи-çорхи пĕр çĕрте
Тохрăм чопрăм.
Молча чолне çĕмĕртĕм.
Ати мана сисрĕ,
Хорама патакпа ватрĕ.
Ятăм йолтăр ял çине,
Аллăм йолтăр хĕр çине.
1833
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Алексей Милли: Кушлавăш мăнастирĕ çинчен
- Василий Сбоев: Çĕр Ĕç Ăстисем
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ