Тăхăр Ял

Григорий Тимофеев


Тăхăр Ял

Сĕве тăршшĕсем

Пирĕн Элшелсем хăйсене «тăхăр ял çыннисем» тесе хисеплеççĕ. Ĕлĕксенче, ку енчи чăвашсем Утиле ĕçлесе пурăннă чухне, кунти тĕнче пĕрре те хальхи пек пулман. Пÿркелĕнче Утилĕн «Приказ» пурччĕ, тет. Пĕтĕм çак таврари ялсем, Тинкеш-Рункă таврашĕ те, приказа çав Пÿркелне çÿретчĕç, тет. Çав вăхăтсенче Элшелсем, Таккаварсем, Раккассисем, Мертлĕсем, Киштексем, Пимĕрселсем, Пÿркелсем, Хирти Кушкăсем, Чăваш Саркамăшĕсем пĕрле пĕр хирте ĕç пуçласа, ĕç ĕçлесе, пĕрле ĕç пĕтеретчĕç, тет. Вĕсенĕн ана-çарансем Малаллине вулас

Константинопольри чăвашсем

Димитрий Архипов


Кĕскетсе тÿрлетнĕ вариант. Оригиналне те çитес вăхăтра туса çитерĕпĕр.

Константинопольри чăвашсем

Çу уйăхĕн юлашки кунĕсенче эпĕ килтен тухрăм. Килтен тухсан виç-тăват кунта чукун çулпа Одессăна çитрĕм. Константинополе каякан пăрахута кĕтсе пирĕн Одессăра пăртак пурăнмалла пулчĕ: унта эпир, Иерусалима каякансем, пайтахăн пултăмăр. Кĕтнĕ пăрахут пирĕн килчĕ. Вара эпир çу уйăхĕн 31-мĕш кунĕнче ирхине çав пăрахут çине лартăмăр та талăк çурăран, çĕртме уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче каçпа Константинополе çитрĕмĕр. Унта эпир Иерусалима каякансем, Пантелеймон монастырĕ ячĕпе тунă монахсем пурăнакан çурта кĕтĕмĕр.

Тепĕр кунĕ ирхине çав Пантелеймон монастырĕ çуртĕнче пурăнакан пĕр монах пире, кĕлле каякансене, мĕн паха, çав вырăнсене кăтартма хулана йĕртсе кайрĕ: монастырьсене, Христос тĕнĕшĕн асапланса вилнĕ çынсене пытарнă вырăнсене те кăтартма илсе кайрĕ.Малаллине вулас

Кулаçа Тăранитђен Çитерни

Иван Юркин


Кулаçа Тăранитђен Çитерни.

Sijen1• Самосуд

• Упăшкипе арăмĕ пĕр кăмăллă пулманни

Тутар ађисемпе кулаç çиме пит йуратнă. Кулаç илме укçа çук пирки, тытăннă кĕсем: —ăçтан кăна укçа тупарши? тесе, шуxăшлама. Xайxисем шуxăшласан, шуxăшласан, ниçтан укçа тупаймасан, тытăннă çын йапалисене вăрласа, вĕсене сутса, укçа тунă. Унтата шуxăшлаççĕ: — мĕнле кăна йапаласем вăрлама тытăнарши? тесе. Тутарăн пĕр ађи калат:

— Ат̌ăр, çынсем пек, лашсем вăрласа, вĕсене сутса, укçа тăвар? тет.

— Ађам, тет ашшĕ те ăна xирĕç, лашсем варласси вăл пит xĕн ĕç: Вăрлассинђен питреx тата, вăрласа туxнă лашсене ăсатассипе сутасси пит xĕн, тет.

— Атте, мĕшĕн xĕн пултăр? Вăрласа туxсан, xаллапри пек, утланăпăрта пĕр йенелле тарăпăр! тет ађи.

— Мĕнтен xĕн пуласси, ађам, çын лашине вăрласа туxма малтан çын килне-çуртне кĕрес пулат, унтан каллеx витисене. Çĕрле пурнете вĕсене çăраççисемпе питĕрсе xураççĕ. Кĕрес тесен, пурнете вĕсене çĕмĕрсе кĕрес пулат. Çав питĕрсе xунă çăраççисене çĕмĕрме тытăнсан, xуçисем ăнсăртран илтме те пултараççĕ.Малаллине вулас

Тикĕс килмен ĕмĕр

Анатолий Емельянов


Тикĕс килмен ĕмĕр

Çăрахви инке, тин çеç тултан кĕнĕскер, аллисемпе чÿрече янаххи çине тĕрĕннĕ те урамалла пăхса тăрать.

— Ай-уй, халăхĕ те çав, килеççĕ те килеççĕ, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Ялавсемпех… Чечексем тата… Ăçтан тупнах ун чухлĕ чечек? — тĕлĕнсе кайнă Çăрахви вăштах каялла çаврăнчĕ те урлă сак çинче пуçне усса ларакан упăшки еннелле пăхрĕ. — Кайса курмаллах пуль.

Çăрахви инке чăлана кĕрсе çийĕнчи тутăрне, саппуна улăштарса тухрĕ, упăшкине хирĕç пырса тăчĕ.

— Ашшĕ! Эсĕ пымастăн-им? — ыйтрĕ Çăрахви инке упăшкинчен.

Çтаппан шартах сикрĕ, анчах хăйне алла илме тăрăшрĕ.Малаллине вулас

Мускав кушакне пĕтме памарăм

Ева Лисина

Ева Лисина çинчен… Тĕплĕнрех→



“Пăркка мучи калавĕсем” ярăмран.

Мускав кушакне пĕтме памарăм

— Эс ман Эверкке кума курман-и? Çта-ши? Куçне уçнă-уçманах пирĕн пата каçаканччĕ. Вăл кĕрсе тухмасан, ман пĕр ĕç те ăнмасть. Ывăлĕ патне Чĕмпĕре каясшăнччĕ, çавăнта тухса каймарĕ-ши? Пĕрех пирĕн пата кĕрсе тухмасăр каймалла мар вăл.

Ара, ачасем саланса пĕтрĕç. Ман хамăн та пĕри Мускавра, иккĕшĕ Шупашкарта, тепри Чĕмпĕрте. Алюш та Чĕмпĕртеччĕ, каялла килчĕ, эп хулара пурăнаймастăп тет. Эверкке кумĕн пĕр ывăлĕ те яла килес пек калаçать-ха, çĕр парсан таврăнатăп тесе çырать.

Малаллине вулас