Хĕрлĕ мăкăнь


Юрий Скворцов (1931—1977) психологилле проза – индивидсен ăшри хирĕçĕвĕсене, чун-чĕрисене сăнласа – çырас енĕпе чи ăнăçлă писательсенчен пĕри. Произведенири тĕп сăнарĕ вăл –тин çеç пĕве кĕме пуçланă, ашшĕнчен тăлăха тăрса юлнă Тамара. Ĕçсем вăрçă пĕтни нумай çул иртнĕ Совет патшалăхĕнче, шкуллă чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Çак тапхăр хальхи нумай чăваш ачишĕн те ют мар – тинех, ни йăла-йĕрке, ни тĕн çамрăксене ертсе тата тытса тăмаççĕ.
«Хĕрлĕ мăкăнь» шухăшĕ енчен хавшак пулин те киленсе вулама питĕ кăмăллă,  унта ытлашши шуйхатакан пулăмсем çук. Драмăлла хайлав кăмăллакансемшĕн питĕ пуян, ула-чăла материал. Пĕр кичем абзац та çук. Эпилогне вара сентиментализмпа комедие килĕштерекенсем кăмăллĕç.

Рецензие туллин вуламашкăн çакна пусса каçăр.

Тупмалли

Пĕрремĕш сыпăк
Иккĕмĕш сыпăк
Виççĕмĕш сыпăк
Тăваттăмĕш сыпăк
Пиллĕкмĕш сыпăк
Улттăмĕш сыпăк
Çиччĕмĕш сыпăк
Саккăрмĕш сыпăк
Тăххăрмĕш сыпăк
Вуннăмĕш сыпăк
Вун пĕрмĕш сыпăк
Вун иккĕмĕш сыпăк
Вун виççĕмĕш сыпăк
Вун тăваттăмĕш сыпăк
Вун пиллĕкмĕш сыпăк
Вун улттăмĕш сыпăк
Вун çиччĕмĕш сыпăк
Вун саккăрмĕш сыпăк
Вун тăххăрмĕш сыпăк
Çирĕммĕш сыпăк
Çирĕм пĕрремĕш сыпăк
Çирĕм иккĕмĕш сыпăк
Çирĕм виççĕмĕш сыпăк
Эпилог

Кĕске содержани

Хĕрлĕ Мăкăнь

Пĕрремĕш сыпăк

Хĕр ача хире тухрĕ. Вăл кĕр-çур тăхăнмалли хура пальтопа. Каялла çавăрса çыхнă шурă шел тутăр вĕçĕсене пальто айне янă. Виçеллĕ пальто хĕр ачан çинçе кĕлеткине çăт тытать. Хĕр ача шухăша ÿксе ерипе утать. Унăн йĕпкĕн кăвак куçĕ кун пек чух питĕ инçете пăхнăн туйăнать. Ури айĕнче малтанхи шăн кăчăртатса авăнать. Хăрах пит çăмартине çурçĕр енчен вĕрекен сивĕ çил çапса чĕпĕтет, çатăрах сăхать. Ку вăл юр та мар, пăр та мар — кĕрхи «кĕрпе» çăвать. Хушшăн-хушшăн чечек çеçки евĕрлĕ юр пĕрчисем те ÿккелеççĕ.

Хĕр ача питне аллипе хупласа та пăхрĕ, анчах тепĕр авăкран тутăр хĕррине те хăлха хыçне сирсе хучĕ, пуç тÿпинчен ĕнсе çинелле тутарчĕ, вара çиле хирĕç çаврăнса, пуçне çĕклесе янкарлăн курăнакан пĕлĕт хĕрринелле тинкерчĕ.

Пĕлĕт хĕрри тип тĕтре пек хура хăмăртарах. Çав енчен каç пулса килет… Сулахай енчи улăп тăпри пек мăкăр сăрт çинче çаралнă пĕчĕк вăрман ларать. Вăл кăвакрах сăрă тĕслĕ çеç. Хăйпе хăех çĕтĕлекен хир сысни шăртне тăратса янă майлăрах. Çул хĕрринче кая юлса пулнă пиçен мамăкĕ, кĕрхи çумăрпа исленсе кĕççеленнĕскер, кăштăртатать. Пĕр хыт хура тунинчен пăрçа улăмĕ çакланса ларнă та çатăл татать, çатăл татать — вĕçерĕнеймест.

Хура тăпра муклашки айĕнчен хир шăшийĕ вĕтĕртеттерсе чупса тухрĕ те хăй умĕнче çын пуррине асăрхаса каялла çаврăнчĕ, хăй тухнă муклашка айнех чăмрĕ.

Тен, вăл кунта паçăртанпах çул пушанасса кĕтет-тĕр. Килте çурисем кĕтеççĕ пулĕ.

Хĕр ача, хĕрхенсе, шăши кĕрсе кайнă çĕрелле пăхса тăчĕ те ана урлах улăха анчĕ.

Тăм ÿкнипе хуралса кайнă йăмра çулçисем хушшинче пĕр кĕтÿ çул кайăкĕ чĕмпĕлтеттерсе ларчĕ, самантран вăл темĕн чухлĕ çăраççи çыххипе чăнкăртаттарнă пек кĕвĕсĕр янăратса тепĕр йывăç çине вĕçсе кайрĕ.

Пĕчĕк çырмари шыв — çĕве шывĕ тĕслĕрех. Çил кас-кас сасартăк вĕрсе ярать те, шыв пичĕ çийĕн — хура мĕлке шунă пек — вĕтĕ-вĕтĕ хумсем ĕрĕхсе иртеççĕ, йăс çĕкленсе юлать. Çыр хĕрринче тин сÿсен-шурути тайăлса вашкăрать.

Хĕр ача çак кĕрхи сăн çине пăшăрханса пăхать. Вăл пуçне çилтен пăрмасть. Унăн вĕри пичĕпе тути çинче пилĕк кĕтеслĕ, ултă кĕтеслĕ, сакăр кĕтеслĕ çăлтăр евĕрлĕ юр пĕрчисем ирĕлеççĕ…

… Кăçалччен çут тĕнче питĕ урăхлаччĕ… Çулталăкăн кирек хăш кунĕнче те ĕрĕхтерсе, сиккелесе çеç çÿрес килетчĕ. Кирек хăш йывăç çине те хăпарса кайса кăшкăрас, куккук пек авăтас килетчĕ. Кĕр кунĕсемпе хĕвелсĕр кунсем те ун чухне тĕнчене салху сăн кĕртместчĕç.

Кăçал çуркуннеренпе вара çут çанталăк улшăна пуçларĕ. Малтан хаваслăхпа савăнăç кăна кÿнĕ çав чечексенчех, çав йывăç-курăкрах темĕнле эрлĕклĕ япала пур пек…

Çулсеренех çуркунне пулатчĕ, вĕсем ытарайми ырă та хаваслăччĕ. Кăçалхи çуркунне вара ырринчен ытларах темле ăнланма хĕн туйăмсем илсе килчĕ…

… Хурлă юрăсем аса килеççĕ. Чĕрене темĕн çитмен пек туйăнать, ним сăлтавсăрах ăш вăркаса тăрать… Малтан Тамара хурлă юрăсене кураймаççĕ, вĕсем çынсене епле килĕшнинчен те тĕлĕнетчĕ. Халь мĕн пулчĕ-ха вара? Темскер çухалнă чунран, çав вăхăтрах тем хушăннă. Çухаласса темĕнле ачалăх юмахлăхĕ-и е чунри темскер, пĕр татăкĕ, пур япалана та хăйне евĕр тĕс парса тăраканни, çухалнă пулмалла. Çавна май мĕнпур япаларан тем тарнă.

Çав çухалнă япалана шыраса Тамара çаран-улăх тăрăх, вăрман-ката тăрăх çÿрет, йывăç-курăка, чечексене, çулçăсене мĕнпур тимпе тĕсесе сăнать, кайăк юррисене итлет.

… Чăнах та, тем çĕтнĕ, çухалнă, тарнă вĕсенчен…

Улăх-çаранта, уй-хирте те вăрманта, садра кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан темле курăк шăтман пек, шăтнă пулсан — темле тĕсне шыраса тупайман пек туйăнать; темле кайăк кăнтăртан каялла таврăнман пек те, таврăннă пулсан — юрринчен пĕр-пĕр илемлĕ авăкне манса е çухатса хăварнă пек.

Çав чунран çухалнă тем япала, пачах ятсăрскер, анчах ырă та хавас кăмăл кÿрекенскер, тен, таçта курман-илтмен япаласенче сыхланса юлнă-тăр. Ăçта вăл, мĕнре? Вăл, çĕр çинче малтан пулнăскер, халĕ те ăçта та пулин упранатех ĕнтĕ. Мĕнре те пулин пурах вăл! Тен, тытма хушман япаласенче? Тума юраман ĕçсенче?

Çакнашкал улшăну çын ÿсĕмĕнче пулмаллах пулсан вăл

Тамарăн кăна мар, ытти тантăшсен те сисĕнмелле пек. Анчах вĕсем йăлтах малтанхи пекех: выляççĕ, кулаççĕ, шÿтлеççĕ. Е Тамара хăй асăрхаймасть-и вĕсен улшăнăвне?

Анчах çав çухатăва хăш чух тĕлĕнмелле çĕнĕ туйăм-сисĕм улăштарать. Чи малтанхи хут вăл чĕрене кăçал çуркунне пырса кĕнĕччĕ. Ун чухне ачалăхри пек тес… çук, ачалăх-ринчен тем тери урăхларах, хаваслă тес — хаваслă мар, телейлĕ тес — телейлĕ теме çук, анчах питех те хаклă çĕнĕ туйăм чуна пăлхатса ячĕ.

… Тамарăпа Вăл шкулти пĕр вечертан таврăнатмĕç. Вăл лайăх ача иккенне Тамара пĕлет. Урокра та Тамара ун çине вăрттăн пăхкаласа илет. Ытти ачасем унпа танлаштарсан темле кăнттам пек, калаçасса та тÿрккес калаçаççĕ.

… Вăл Тамарăна ун чухне пĕр сăмах каларĕ. Ку — юрăсенчи сăмах. Çак сăмаха акă халь Тамара илтет!

Кун хыççан кайран вĕсем иккĕш тепре акă çак çыр хĕррипе утрĕç… Темĕнччен утас килетчĕ ун чух. Йăмра çулçисем хушшинче селĕп ача пек çемçен те кăмăллăн ăшă çил пăшăлтататчĕ.

Тамара çавăн чухне ун çине куç уçса пăхман — утнă, утнă. Çав асамлă сăмах хăлхара янранă чух (тĕрĕссипе, çав сăмаха хăйне вăл каламарĕ те пулмалла, анчах вăл хăлхарах янăрарĕ) пуç çаврăнса каять. Пĕтĕм çут çанталăк: пур сасă та, пур япала та — çав сăмаха калать. Тĕнче калама çук ейпет, мĕнпур япала хăйĕн малтанхи илемне-тĕсне тупать, çук, унран та хитререх пулса каять.

Вăл темĕн калать… Тамара ăна итлемест те, хăлхара темскер илемлĕн йăс янравĕпе янăрать. Ним чĕнмесĕр пырса çак кăшт эрлĕклĕрех, ыратуллăрах, анчах питĕ ырă саманта чĕрере ĕмĕрех тытса юлас килет. Анчах та çак ырă туйăм нумая пымасть-мĕн, тата вăл сайра хутра кăна пулать.

Унпа пĕрле чухне çеç çав туйăм таврăнать. Анчах Вăл Тамарăран темшĕн пăрăнса çÿрет. Тамара тарăхать, пĕччен чухне йĕрет те. Кăмăл хавасĕ çухаласси йăлтах унран килет пек. Тамара хăй те унран курсанах тарать. Класра çеç халĕ Тамара ун çине вăрттăн пăхкаласа илет. Вара чĕрере темĕнле ыраттаракан савăнăç хускалать. Тепĕр чух вăл çав мăскаллă пĕр сăмаха чунтан мар, вылятса çеç каланă текен шухăш пуçа пырса кĕрсен — чуна çав тери йывăр пулса каять.

Ку чăнах çапла пулсан Тамара хăйне хăй мĕн тăвасса та ăс çавăрса калаймасть…

Ку шухăша Тамара çийĕнчех сирсе ярать. Ун пек пулма пултараймасть!

Юлашки вăхăтра вара кун пек шухăшсăрах чуна лăпкă

мар. Тамара пĕлет: ку вăл унран кăна килмест. Чун канăçĕ унпах çырлахса ларманнине ку яхăнта вăл ытларан ытларах туять, çав малтанхи хаваслăх таврăнасса та шанса тăрать. Унпа çеç-и вара пурнăç хаваслăхĕ? Çук ĕнтĕ! Вăл унсăрах таврăнать. Çак вырăнтан урăх çĕрелле кайсан… Акă, калăпăр, вăтам шкул пĕтерсе аслă шкула кĕрсен, ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çулĕ çине тухсан… Анчах унччен инçе-ха: халĕ 9-мĕш класра çеç-çке-ха, тата икĕ çула яхăн кĕтмелле!

Мĕн тери тĕлĕнмелле! Çак çул Тамара хăйĕншĕн хăй те темĕнле йывăр тупмалли юмах пек пулса тăчĕ-çке…

Тавралăха каç ĕнтрĕкĕ çапма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Хĕр ачана кунта тăма сасартăк хăрушă пулса кайрĕ. Çак тарăн çырмаран ача чух илтнĕ юмахсенчи арçури е мĕн те пулин унран та хă-рушăрахскер сиксе тухса аçтаха пек кăшкăрса ярассăн туйăнчĕ. Халь çеç курăннă шăши те — шăши мар, кам пĕлет, темскер. Çырма тăрăх, юмахри суккăр Хвери пек, хура вăрăм аллисемпе тавралăха хыпашласа каç хăпарать.

Хĕр ача тарăн çырма хĕрринчен варт çаврăнчĕ те ял еннелле васкарĕ. Яла çитес умĕн вăл хуллен утрĕ, Çырмари пĕчĕк кĕпер çинче каллех чарăнчĕ. Кунта та нимĕнех те ырри çук. Аялта çеç пĕр кăвакал пĕр вырăнта урисемпе хăвăрт-хăвăрт авăсса шыв тĕпĕнчи лĕкĕре чаваласа пăтратать те пуçне шыва чиксе кутăн тăрать, пĕр самант урисемпе тайкаланса тăрмашнă хыççăн шыв тĕпĕнчен тем туртса кăларса пуçне силле-силле çиет.

Сакăлтаклă-сакăлтăклă, вак пусахлă шыв çу каçа чупса ывăннă ĕнтĕ, ÿркенсе юхать.

Кĕпер айĕнчен пĕр кăвак кăвакарчăн çатăлтатса вĕçсе хăпарчĕ.

Вăл çунаттисене мĕнпур вăйран ăнтăлса май килнĕ таран çÿлелле-аялалла сулнипе тăватă çунатлă пек курăнчĕ.

… Хура кĕрти тĕксĕм çанталăк чуна мĕнле салхулатать иккен. Халĕ те ăçта та пулин чечек çеçке çурать ĕнтĕ. Пăттăм-пăттăм тĕрĕллĕ, куçлă-куçлă çунатлă лĕпĕшсем вĕçеççĕ.

Çак кулленхи пурнăçпа пĕрлех Тамара асĕнче тепĕр пурнăç сăрланать: ку вăл вуланă кĕнекесенчен чăмăртаннă, малаллине ĕмĕтленсе ăс-тăн хăй йĕркеленĕ тĕнче, тепĕр майлă каласан, çак пурнăçа хăвăн мĕнлерех курас килни, пуласлăх тĕнчи, Тамара тĕнчи. Унта çыннисем пурте хитре, ăслă, хаваслă. Унта ху мĕн ĕмĕтленни тĕппипех чăна тухать, кирек кам пулам ан те — кăмăл çеç пултăр… Унта çитме май пурри пирки иккĕленÿ çук. Анчах унта каяс çул шкул витĕр выртать-мĕн. Вăл çул алтăклă, тылла пуççиллĕ. Ун тăрăх юстав лаша пек ĕрĕхтерсе пыраймăн.

Ку та сахал — унта сăн-пуçран хитре, чунтан тĕлĕнмелле

ле, аслă, пултаруллă тус-йыш. Савăнăç, юрă-ташă, чăн-чăн юлташсем çав тĕнчере…

Акă вăтам шкул пĕтеретĕн те — аслă шкула кĕретĕн. Çу кунĕсенче яла курма таврăнатăн, çавăн чухне ку тавраш та тепĕр хут ача чухнехи илемпе йăлтăртатма тытăнать!.. «Студентка!.. Студентка! » — тейĕç пурте. Тамара ун чухне чупса пырĕ те амăшне ыталĕ: «Анне, эпĕ студентка», — тейĕ, юрласа ярĕ те улăх-çаран тăрăх утĕ, кайăк сассине пĕрчĕн-пĕрчĕн сÿтсе тăсĕ, кĕвĕ кĕвĕле…

Çакна шутласа илнипех килес телейпе хăпартланнă чĕре кăкăрта хыттăн тапа пуçларĕ. Тамара савăккăн кулса илчĕ. Çывăхри карта юпи шăтăкне пĕр кăсăя хаваслăн иклетсе кĕре-кĕре тухрĕ. Пурçăн чалка мăйне симĕссĕн-кăваккăн йăлтăртаттарса, пĕсехине каçăртса кĕпер карла кĕ тăрăх кăвак кăвакарчăн уткаларĕ.

… Хăш института вĕренме каймалла-ха вăтам шкул пĕтерсен? 9-мĕш класра чух никамах та хăй ăçта вĕренме каяссине пĕлмест пулмалла. Тамара нумай ачаран ыйткаласа пăхнă — никам та уçсах калаймасть.

Мĕнтен начар-ха вăл хăйĕн ытти тантăшĕсенчен? Ак пурăна киле ун тантăшĕсем-çке халь ĕçлекен паллă çынсене: тĕрлĕ ученăйсене, врачсене, артистсене, патшалăх пуçлăхĕсене — улăштараççĕ. Тамара тантăшĕ пĕр-пĕр ученăй е дипломат пулĕ. Ан тив, Тамара юлташĕ мар, кирек те кам эс палламанскер пултăр, çапах вăл Тамара тантăшĕ-çке-ха. Тамара вара хăйпе пĕр ÿсĕмри, пĕр тапхăрти тантăшран кĕçĕн ятсăр-сумсăр çын пулать-и?

Тамара пĕчĕкрех чухне пĕр тапхăр çĕвĕçĕ пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Ун пек çĕвĕçĕ тĕнчипе те çук: вăл çĕленĕ япалана тăхăнсан асат хуçнă çын та тÿрленет, илемсĕр маймăл та хитреленет… Тамара, чăн та, çĕвĕ çĕлеме вĕренчĕ — майра кĕпи те çĕлет. Çапах та ку тĕп ĕç мар ĕнтĕ Тамарăн пурнăçĕнче, ерçнĕ чух аппаланмалли алă ĕçĕ çеç.

… Тен, юрăçсем хатĕрлекен шкула каймалла? Тамара хăйне тĕлĕкре юлашки вăхăтра час-часах чаплă юрăç пек курать. Сасси унăн — дискант — уçă, янăравлă… Е мĕнех-ха халĕ кăшт начартарах пулсан? Вĕрентмеççĕ-им юрлама?

Хĕр ача хăйĕн сассине тĕрĕслес тесе сăмсапа юрласа пăхрĕ. Чиперех пек. Вара вăл сасăпах юрласа ячĕ. Пăвăнчăк тухакан тăкăс сасă çырма тĕпнелле пушă консерв банки пек анса кайса чанклатрĕ.

— А-а! — илтĕнчĕ çинçе сасă. Ку хĕр ача хăй юрлас тени пулмарĕ. Вăл çакна тепĕр хут туса пăхрĕ.

— А-а!.. — терĕ çуй, виртлешнĕ пек, кĕпер айĕнчен.

… Хĕр ача шарт сикрĕ. Такам кĕпер çине утса кĕни курăнчĕ. Тамара тутăрне тÿрлетрĕ те чупса кайрĕ — çаврăнса пăхрĕ. Вăл!

Тамара чарăнасшăнччĕ — ури темшĕн итлемерĕ. Тамара вĕрлĕк хапха тĕлне çитсен тепре çаврăнса пăхрĕ. Арçын ача çывхарнăçемĕн çывхарать. Вăл, ахăр, хĕр ача хăйне темиçе те çаврăнса пăхнине асăрхарĕ пулас. Тамара ку шухăш хăй хыçĕнчи çын пуçне пырса кĕресрен именсе тимлесех тÿпенелле пăханçи турĕ.

Тÿпери пĕлĕтсем халь, çуркунне сарлака шывра пăр тапраннă евĕр, капланса, таткаланса юхаççĕ.

Тамара чĕри хăй сисмесĕрех хытă сике пуçларĕ.

Хыçри çын ĕнтĕ сылтăмалла пăрăнакан сукмакпа утрĕ. Хăйне хыçран пăхса ăсатакан хĕр ачана вăл асăрхамарĕ те пулас.

Иккĕмĕш сыпăк

Пĕлнĕ алăк хăлăпне Тамара тĕттĕм çенĕкре алă сĕмĕпех хыпаласа тупрĕ те пÿрте кĕрсе тăчĕ.

Хутăр хутăрлакан хĕрарăм, Варук, Тамарăн амăшĕ, хĕр ача кĕрсен пĕр хушă ырă та, усал та чĕнмерĕ, курак урине кăшт сиктерчĕ, лампа çутрĕ.

Пÿрт çуталчĕ те, урам енчи стенан икĕ пĕрени хушшинче шурă çиллĕ йĕп йăлтăртатса илчĕ.

Хĕр ача пальто хывса çакрĕ, кăмака çи карринс, уçăлса кайнăскерне, туртса карчĕ, вара пĕтĕм пÿрте йышăннă ярмуççи айĕпе тухса сĕтел умне иртрĕ.

— Аçта çÿрерĕн ара, ачам? — ыйтрĕ амăшĕ ÿпкелешсе. Хĕр ача çакна юри вăрçма йÿтĕм тупас тесе шахвăртни вырăнне хучĕ,

— Ниçта та мар, — касса татрĕ вăл.

— Аннÿпе ма йĕркеллĕ калаçмасан ара? — терĕ амăшĕ чирлĕ çын сассипе. — Эпĕ Энтри пасарĕсем мар-иç. Сана çуратса, кăкăр ĕмĕртсе ÿстернĕ аннÿ пулатăп эпĕ, чупкăн!

— Анне! Мĕншĕн текех вăрçатăн мана эс, э? — Хĕр ача вĕчĕрхенсе пуçне çĕклерĕ.

Амăшĕ çакна илтсен кăтăрса кайрĕ.

— Эй!.. Эп вăрçни — вăрçни-и! — кăшкăрсах ячĕ вăл. — Вутă çурмалла, тырă типĕтме кĕртсе хумалла… Кун каçа пĕр ура шывра, тепри вутра. Эсĕ пур — çÿре ярура! Каламасăр пĕлместĕн-ши ĕнтĕ çавна тума? Эп çук пулсан мĕнле пурăнĕ-ши ку? Эх, пĕрре вилсе чĕрĕлсе пăхасчĕ ман: мĕн хăтланĕ-ши мансăр? Пÿрте тепĕр енчен кĕрсе тухмалла тунă пулăттăн çав. Кĕтессенче çĕлен-калта чашкăрса çÿрĕ… Хăйне эрешменсем яваласа лартса вĕлерĕç-и?.. Кай!.. Ма çуратса ятăм пĕрех хут! Тăрантар вĕсене, тумлантар — виçĕ пуслăх уссине курма çук. Пакарти кĕре пуçласан — пуçран пама тапратĕç ак хам ватăларахпа! Халĕ хырăм тутă, çи питĕ — куçран пăхтарасшăн, ачам.

Çак пĕрре кăна мар хăлха йÿçĕхичченех илтнĕ йÿтетмĕш ятлаçăва, чĕрене çурсах яраканскере, Тамара паян вĕçне çити итлесе тăма тÿсĕм çитереймерĕ.

— Анне! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Чунăм ыратать манăн! Эпĕ чăтма пултараймастăп урăх!

Хĕр ача пуçне минтер çине чиксе ĕсĕклесе макăрса ячĕ.

Хĕрарăм сасартăк шăпланса урай варринче хытса тăчĕ. Унтан вăл аллинчи йÿрекне хучĕ те сÿлтен кайнă çын пек халсăррăн сак çине кайса ларчĕ. Алли чĕтре пуçларĕ. Пĕркеленчĕк пичĕ тăрăх куççуль тумламĕ йăрăлтатса анчĕ. Вăл ерипе ура çине тăрса хĕрĕ патне çывхарчĕ, вырăн хĕррине ларчĕ.

Самантран пÿртре тахăш пĕрени ăшĕнче шĕкĕ хурчĕ пĕчĕк ал сехечĕ шакканă пек такăлтаттарса тăни çеç илтĕнчĕ.

— Ан макăр, хĕрĕм, — терĕ хĕрарăм хĕр ачана пуçĕнчен шăлса. — Сана хăвна хĕрхеннипе эпĕ…

— Хĕрхенетĕн, — терĕ хĕр ача тутине мăкăртса. — Ахалех вăрçатăн.

— Вăрçмастăп эпĕ, хĕрĕм, — терĕ амăшĕ лăпкăн, — вĕрентсе калатăп. Эпĕ вĕрентмесен кам вĕрентĕ сире? Шкулне çÿрени те — вăхăт сутса çÿрени çеç пулĕ. Вĕренсе тухсан та — ниçта та каяймăн. Пĕччен ĕçлесе кил-йыш тăрантарма çăмăл мар-çке мана. Халĕ ав виççĕн тан вĕренетĕр. Çынсем вĕренмесĕрех вербовкăла ĕçлеме каяççĕ те — сăмса курăнми кулач çиеççĕ. Пирĕн пурнăçăмăр кутăнлăх кайса пырать. Мĕне кирлĕ сана, тепĕр тесен, вĕренни? Вĕреннĕ çын канасрах пурăнасшăн, якарах тăхăнасшăн. Яка тăхăнсан — тăрăх пăхас килет, тÿрĕ çÿрес килет… Пул хамаш кал çĕр çынии. Текех кипкери ача мар ĕнтĕ. Чипер ĕçлесен çи-пуçĕ те пулать, çимелли те… Çапах ниçта та каяймастăн ак, ялтах юлатăн. Çÿре-çÿре те вунă çул хушши тумтир çĕтсе, çăкăр çĕртсе каллех манпа — сĕм ухмахпа — юнашар тăр çум çумлама. Ав Вальăсем çÿреççĕ йытă хăваласа. Мĕн, лайăх тетĕн-и? Хура ĕçрен писрĕç, тасине вĕреней-мерĕç. Ăслă çынна анчах пайталлă вăл вĕренни. Ухмах çын алла кĕнеке тытан йăланки тăвать те — хÿри шарт! тути мăрт! Хирĕç каласан — сиксе тавлашать, урлăрах илсен — пуртти аври кут хыçĕнчех, «А-а-а», — тет — çитĕнсен тавăрма хул хушшине хĕстерсе хурать… Ишши-пăшши пурт-тăшши — ашшĕ пуçне çапса çурать-иç. Пирĕн, ачам, пилĕк авмасăр хырăм тăранас çук. Эсĕ пур — шкултан килсен те кĕнекепе çеç ларатăн. Мĕн, хырăм тутти-и вăл?

… Амăшĕн чĕлхи вĕçне татах тем те пĕр килнĕччĕ, анчах вăл хĕрне каллех хурлантарасран сыхланса урăх шарламарĕ.

— Çăкăр çырткала та эппин Валя патне кай, — терĕ вăл самайран. — Эсĕ çук чух килчĕ те пыма каларĕ. Килте пĕчченех тет. Хăратăп тет. Амăшĕ текех командировкăсенче çÿрет пулас та.

Валине хăйне Варук инке пит юратса каймасть те — Тамара унпа тутлăран çеç ачан кăмăлне хуçас килмест: унсăр кичемрех пуль ăна. Кĕлетки каять: хĕр шутне кĕрет ĕнтĕ. Пĕве кĕрекен хĕр ача ялан амăш юмаххине итлесе лараймĕ. Çамрăк — çамрăках: калаçмалли те, кулмалли те тупăнать вĕсен хăйсене май. Тепĕр тесен, ятламаллах пăсăк марччĕ-ха ун хĕрĕ. Хушнă ĕçе тăваканччĕ. Паян та, шкултан килсен, пĕр шетник шыв кÿрсе тултарчĕ. Мĕншĕн вăрçмалла пулчĕ-ха? Чун ыратнипе мар-и. Кам хаяр сунать хăй ачи-пăчине. Çав пурнăç ăнăçманниех çапла харкаштарать хăш чухне…

Ашшĕсĕрех ÿсрĕ, шеремет. Шоферччĕ леш. Салтакран чипер таврăннăскер ÿпке шыççипе вилчĕ. Вара тăватăм çул Варукăн çемйипех куçса кайса темиçе çул ирĕкре çÿренĕ хыççăн пĕлтĕр çур енне тăван ялах таврăнмалла пулчĕ. Юрать-ха кунта колхоз пĕчĕк пÿрт лартса пачĕ. Çăмăл мар çав пĕччен пуçăн пурнăçа саплаштарса пыма, ниçта та пĕр тĕкĕ çук. Шутласа пуç мими шĕвелсе кайрĕ, тăн тухрĕ. Çăкăр ямшăкĕсем пÿрт тулли…

Тамарине вĕрентсе кăларсан аванччĕ те — темĕнле хăват çитеркелĕ. Пыратчĕ уйăхне пĕрер çĕр тенкĕ ÿкермелĕх ĕçлеме вĕренсен. Вальăпа явăçни, тепĕр тесен, ачана ырра вĕрентмест-ха та — çĕвĕ машини пур-çке вĕсен. Çавăншăнах иленчĕ ĕнтĕ унта.

Кĕçĕннисене, Алешăпа Лизине, çичĕ класс пĕтерттерсен — куç курĕ. Мишши пĕчĕк-ха.

Тамара кайнă хыççăн амăшĕ чылайччен çакăн пек упи-супи шухăшсемпе анăш-тĕнĕшленсе ларчĕ. Унăн шухăш çăмхине урамран тĕпĕртеттерсе килсе кĕнĕ икĕ ывăл ачипе тепĕр хĕр ачи татрĕç.

Виççĕмĕш сыпăк

… Ытарми улăх, ката. Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере. Таврара чапăр курăкĕн[i] тутлă шăрши. Çÿлтен чечек сарри[ii] çăвать. Тамара кăкăр таран çаранра ашса чечек шырать. Татас тесе алă тăссанах чечекĕсем хĕрлĕ, сарă, кăвак, кĕрен лĕпĕшсем пулса вĕçсе тараççĕ. Тамара та аллисене сулать те вĕсем хыççăн вĕçсе çĕкленет. Вăл та çунатлă иккен. Унăн çунатти — чечек çеçкисенчен… Таçта каллех палланă сасă илемлĕ сăвă калать:

Шывшăн ĕннĕ çамрăк вăрман

Лăстăртатса силленет.

Улăх тăрăх тĕплĕм çаран

Чечексемпе витĕнет…

… Тамара виçесĕр телейлĕн вăранса кайрĕ. Тулта та çуркунне пуçланнă пек, хĕвел ăшăтса пăхнă пек туйăнчĕ.

Анчах тулта кичем хура кĕр тăрать. Сивĕ çил кастарса вĕрет. Пÿрт те сивĕнсе кайнă. Пÿртре Тамарăн йăмăкĕ Лиза çеç сĕтел умне мăн тутăрпа пĕркенсе ларнă та сасăпа вуласа сăвă калама вĕренет. Илемлĕ тĕлĕк пĕтĕмпех çав сăвăран килнĕ иккен.

Ăшă вырăн çинчен тăрас та килмест… Мĕн тери аван çапла тĕлĕкре хускалнă хавас кăмăлпа, хÿхĕм ĕмĕтпе илĕхсе выртма!

Хĕл кунĕнче те чечеклĕ улăх-вăрманта çÿреме пулать…

… Тĕнчере сан пек хитри те, пултарулли те çук… Вĕренме те сана çăп-çăмăл. Пĕрре кĕнеке уçса пăхатăн çеç — пуçа кĕрсе те юлать, урăх ĕмĕр тăршшĕнче те аса илме кирлĕ мар. Ачасем анкă-минкĕленсе кĕнекепе ларнă чух — эсĕ ерçÿллĕ те. Ку ерçÿллĕ вăхăт йăлтах выляма-кулма каять.

Тамара пуç çинченех пĕркенсе выртасшăнччĕ — йăмăкĕ репродуктора пăрчĕ те, Мускаври Кремль куранчĕ çапни, унтан гимн сасси илтĕнчĕ.

Ултă сехет çитрĕ те-и?

Тулта çутăлман та, кăвак сăн çеç çапнă.

Тамара вырăн çине тăрса ларчĕ, чылайччен çÿçне турарĕ. Хĕрлĕ хăю вĕçне шăлĕпе çыртса çиттуни[iii] турĕ. Вăл ура çине тăрсан икĕ вăрăм та тачка çивĕт сулмаклăн усăнчĕ.

Амăшĕ ĕнерхи яшкана ăшăтрĕ, çăкăр касрĕ, пилĕк тĕле çавра чĕлĕ хурса тухрĕ, вĕсем çумне пĕрер йывăç кашăк та какай татăкĕ хучĕ.

Кунта çакăн пек йăла-йĕрке çирĕпленнĕ: сĕтел хушшинче тÿп-тÿрĕ лармалла; яшка ăснă чухне сĕтел çине ÿпĕнме те, чавсаланма та юрамасть; яшка тăкăнасран кашăка чашăкран кăларсанах ун айне çăкăр татăкĕ тытмалла е кашăк тĕпне чашăк хĕррине сĕрсе илмелле; çăкăр тĕпренчĕкĕсене пуçтарса чĕлĕ çине хумалла; çын умĕнчен ăсмалла мар.

Кĕçех сĕтел варринчи чашăка, пĕр вакка тăрăннă çерçисем пек, кашăксем чыхăнчĕç, черет кĕтсе чарăна-чарăна тăчĕç.

Ирхи апат çак сĕтел хушшинче шавсăр сайра иртнĕ. Паянхи апат йĕркеллех иртес пекчĕ. Амăшĕ те чиперех ăш кĕлесе çиетчĕ. Мишша, чашăкра çаврăнакан какай татăкĕ хăй тĕлĕнче чарăнасса кĕтсе лараканскер, аппăшĕн çăварĕнче хăй сăнаса ларнă çимĕçне курчĕ те — шапăр-р! турĕ яшка ун кашăкĕнчен, унтан ун чавси сĕтел хĕрринчи какай татăкне перĕнчĕ те — лач! турĕ çĕре. Çавăнтах кушак савăнăçлăн мăрăлтатса илсе сĕтел айĕнчен кăмака айнелле тапса сикрĕ.

— Ак… Ак çапла! Пăрах ăна, — терĕ амăшĕ çиме чарăнса. — Мĕн, аллуна туп тивмен пуль? Тапам та ак пĕрре — тухса кайăн стена витĕр! Ĕçлесе илтĕн-и эс кушака пăрахса пама какай? Мĕн, халь шуйттан мăйраки катса парас-и ман сана?..

— Ху пĕчĕккĕ паран та, — терĕ Мишша, хăй вара амăшĕ хĕнесе тăкасран куçĕ тĕлне чавса çĕклесе тытрĕ.

— Епле пулать-ши вăл пысăкки?! — сасартăк кăшкăрса ячĕ амăшĕ. — Ĕçлĕр те хăвăр — çийĕр вара пысăкки… Пĕри те ĕçлекен çук, йăлтах ман тăрантар пур мăн тĕвене!

Тамара çак хирĕлĕве текех чăтса лараймарĕ, çисе тăранмасăрах сĕтел хушшинчен тухрĕ те шкула кайма сумка йăтрĕ.

Ял çинче мăрьесенчен тухакан тÿп-тÿрĕ тĕтĕм юписем çине тĕревленсе кăвак мачча пек тĕтĕм пĕлĕчĕ тăрать. Çул çинче шăнса кайнă çерçисем сиккелеççĕ, вĕсем, тĕкĕсене тăратса янăскерсем, ытти ăшă кунхинчен шултрарах та тĕклемесрех курăнаççĕ. Телефон пралукĕсем те пасарса мăнтăрланнă — сÿреккепе шур çип вырăнне шурă вĕрен кумнă тейĕн, çерçисем ларса паса тăкнă тĕлте çеç «вĕрен» татăлать.

Тамара кил картинчен тухса çул урлă каçрĕ те шатри пĕтнĕ калуш шунипе асăрханса утса сĕвек[iv] тайлăмран хăпарчĕ.

Ăна амăшĕн ĕнер каланă сăмахĕсем шухăша ячĕç. Пĕр енчен, вăл каланипе килĕшме те пулать — чăнах та, мĕн тума вунă çул таран вĕренмелле-ха аслă шкула кĕреймесен?.. «Кĕреймесĕр — паллах». Анчах кунпа ăс-тăн ниепле те çырлахакан мар. Çав хăй ĕмĕтленнĕ пек пурнăçа та, хăй ăнланнă пек телее те астивсе пăхаймасть вара Тамара…

«Вăтам шкул пĕтерсен çич енне те çул уçă», — тетчĕç вĕсене учительсем мĕн пĕрремĕш класранах. «Аслă шкула каятăр», — тетчĕç. Тамара ачаранах çав аслă шкул ĕмĕчĕпе пурăннă. Çавăнпа вĕреннĕ те… Халĕ вара малтан ĕçлемелле теççĕ. Хуларисен — хулари заводсемпе фабрикăсенче, ялтисен колхозсемпе совхозсенче ĕçлемелле.

Пĕр-ик çул ĕçленĕ хушăра шкулта мĕн вĕреннине те йалтах манса каятăн. Пурнăç та нумай улăштарать сана ку хушăра. Вара аслă шкула вĕренме кайса кĕрĕп тесе ан та шухăшла. Емĕрлĕхех çакăнта юлмалла пулать вара Тамарăн та… Эппин, тĕнче пурпĕрех уншăн çакăнтан ырăрах, хавасрах пулмасть-и? Курмалли-илтмелли, хĕпĕртемелли, эппин, йăлтах çакăнта-и? Апла мĕншĕн-ха санăн хăвна ху питĕ чаруллă тытса, ахаль киленÿсенчен те пăрăнса, хăрăнса çÿремелле?

Шухăшсем, çартасăр шăрçана çип çине тирме ăнтăлнă пек, нимле татăклă тупсăм уйласа кăларма та çыхăнмаç-çĕ — сапаланчăк, йăпăлкка. Пуçра темĕнле çăксăр, сулăмсăр япала кăпăшланса тăрать пек.

Тамара пĕлет: малтан производствăра ĕçлемелле тесе ахаль вăтам шкул пĕтерекенсем акăш-макăш нумаййипе, пурне те аслă шкул шăнăçтарайманнипе, вырăн тивĕçменнипе калаççĕ. Ĕмĕтне тат та — яла юл…

Тамара çак чĕн чăмланă евĕр ним саланмасăр çаврăнакан шухăшсемпе шкул патне çывхарчĕ.

Райцентр вĕçĕнчи сăрт çинче акă вĕсен икĕ хутлă шкулĕ. Шкул карти çумĕнчех — çÿллĕ вышка. Шкулăн шитти карти хушăкĕсенчен урамалла çамрăк акаци тураттисем кăнтарăнса тăраççĕ. Шалта чанасем ларнипе чăрăш лăссисем ухăнса илеççĕ.

Тамара çул çинче, коридорта хăйсен класĕнчи пĕр ачана та тĕл пулмарĕ. Коридорта пурĕ те икĕ арçын ача çеç, çĕлĕкĕ-сумкисене те хывманскерсем, тăраççĕ. Учительсен пÿлĕмĕ енчен пĕр хĕр, сулахай хулне дежурнăй хăйăвне çыхнăскер, тухрĕ те вăраххăн коридорпа утрĕ. Ку вăл студентка. Пĕр виç-тăватă кун каялла хуларан ку шкула темиçе студент практикăна килчĕ. Хăш чух вĕсем мĕнпур йышĕпех урока пырса лараççĕ, пĕри урок ирттерет, ыттисем вăл урокне мĕнлерех ирттернине, ачасемпе мĕнле калаçнине, мĕнле вĕрентнине сăнаççĕ. Тамарăсен класне те Геннадий Васильевич ятлă пĕр студента класс пуçлăхне çирĕплетнĕ. Тамара ăна вăл класа пымассерен хăй çумне пырса ларнăшăн килĕштермест. Студент Тамарăн кĕнекине-и, тетрадьне-и е дневникне-и тыта-тыта пăхса: «Ку мĕскер?», «Çак мĕскер? », «Çак мĕнле? », «Мĕншĕн? », «Ма? » — тесе ыйтать.

… Тамара дежурнăй студенткăна çапăнсах иртес мар тесе коридорпа чупса кайрĕ. «Паян политинформаци-çке… çичĕ сехет çурăрах килме хушнăччĕ», — сасартăк аса илчĕ вăл класс умне çитсен. Анчах нумай шухăшласа тăма вăхăт пулмарĕ. Алăк темле майпа-çке — е Тамара ăна хăех туртрĕ-и — хăлăпне перĕннĕ-перĕнмен уçăлса кайрĕ те, сĕтел умĕнчи учитель тÿрех алăк еннелле пуçне пăрчĕ.

— Кĕме юрать-и?

Политинформацие Геннадий Васильевич студент практикант ирттерет иккен. Ун умĕнче вăрахчен алăк патĕнче тăма кăшт намăсрах та. «Акă пуçлать ĕнтĕ тĕпчеме: «Мĕншĕн?.. Ма? » — чĕкелесе шухăшларĕ Тамара. — Хăçанччен ура çинче тăратать-ши ку мана? Валентин та куçранах пăхать ĕнтĕ… Хĕрелсе каяс марччĕ çеç… »

Студент практикант Тамара çине пăхмарĕ те тейĕн, татăлнă сăмахне сыпăнтарма хăтланнă пек, пĕр хушă шăп ларнă хыççăн пуçĕпе сулса мала иртме ирĕк пачĕ.

Студент практикант сасси витĕмлĕ те янăравлă. Ирĕксĕрех хăйне итлеме хистет. Чăн та, хăш-пĕр учителĕн сассинче питĕ хистевлĕ вăй сисĕнет. Уйрăмах Вера Федоровна сасси çавăн пек. Унăн пĕр тĕрлĕ сасси итлесе ларма чĕнет, тепри шухăша ярать, виççĕмĕш асаилÿсем вăратать, тĕк ларма хушать. Алхасакан ачана вăл асра-тĕсре çеç сăмахпа чарать, ытларах чух е куçпа пăхса илсе, е урок ăнлантарнă хушăрах темăран пăрăнмасăр, сассине кĕтмен çĕртен пĕрре пусарса, тепре хытарса асăрхаттарать. Çак студент практикант сасси те шухăша урок йĕрĕнчен пăрăнма памасть. Халĕ вăл Инди çинчен калать. Инди хĕвелĕ, çимĕçĕсем, туслăх йывăççи çинчен асăнкалать.

Ку, тепĕр тесен, сарăплăх[v] та мар-мĕн. Тамара кунашкаллисене итлеме юратать. Тамара хăй те шухăшсемпе пĕрре мар çав Инди еннелле, хĕвел çути нумай çĕрелле, вĕçнĕ. Çавăн пек илемлĕ çут çанталăклă çĕршыв çыннисем хырăм выççи, тумтир питти çинчен шутлаççĕ тенине те ĕненме йывăр пек. Унта, калăпăр, Инди океанĕнчи пиншер утравран пĕр утравĕ çинче те пулин виçесĕр халăх та пурах пулĕ. Ученăйсем унта халĕ те цивилизаци мĕнне те пĕлмен тĕрлĕ йышши халăхлă утравсем шыраса тупаççĕ-çке. Калаçасса та вĕсем ахаль эпир калаçнă евĕрлĕ мар — оперăри пек е кайăксем пек — пĕр-пĕринпе юрласа калаçаççĕ-тĕр. Учительсем те юрласа урок каласа параççĕ… Хăçан та хăçан, ÿлĕм, тен, чăнах çапла пулĕ… Ун чух çуралаканни — пĕр юрăçă ăсталăхĕпе çуралĕ те… Вăрман çине пĕрре тĕсесе пăхса илсенех сăмахĕ те сăвăланă, çемми те кĕвĕленĕ…

Хыçалти парта хушшинче пĕччен ларма канлĕрех. Кунта учителĕн вичкĕн куçĕ ачан кашни хусканăвнех асăрхаймасть. Тимлесе итленçи пулса ларатăп та — кирек хăш шухăш çиппи те пăлханмасăр тăсăлать. Учитель сăмахĕсем ун чухне ним пĕлтерĕшсĕр сĕрлеве куçса пачах илтĕнми пулаççĕ е, пите çумăрла пăр çапнă пек, чуна вĕчĕрхентереççĕ çеç. Учитель ятран чĕнсен вара шухăш çиппи панлаттарса татăлса каять те, самантлăха тĕтре ăшне путнă класс каллех кичеммĕн куç умне шуса тухать…

Вера Федоровна урокĕнче кун пек шухăша кайса ларма майĕ çук вара. Вăл урок ăнлантарнă хушăра та çине-çинех ыйтать, тата унăн урокĕсене итлеме те кăмăллă. Вăл ним мар япаланах ăша хывмалла кăсăклан ăнлантарма ăста.

Ытти учительсен урокĕнче таçта шухăша кайса ларнă пирки, тÿррипе, час-часах хăй шухăш-ĕмĕтре йăпаннă пирки, Тамара çапла шухăшланă: çын хăйне хупăрласа тăракан тавралăх килĕшмесен шухăш-ĕмĕт тĕнчинче йăпану шырать пулĕ, çавăнпа мана ĕмĕт тĕнчине чун туртать…

Тамара хăш чухне хăй маниловла ĕмĕтçе тухасран та шикленнĕ. Тепĕр енчен илсен ку кăшт хаваслăх та кÿнĕ: кун пек чухне пурнăçра мĕн çуккине ĕмĕтленнĕ ĕмĕтре тупатăн.


Тамара предметсене пайăррăн уйăрмасăр, пурне те пĕрешкел юратнă. Нихăш предметпа та тытăннă ĕçе тĕплĕ туса пĕтермесĕр чунĕ канăçман. Пĕр-пĕр задача ниепле те тухман чухне Тамара пĕтĕм вăхăта çав задачăна шутласа ирттернĕ, ытти предметсемпе хатĕрленме вара вăхăт та юлман. Амăшĕ çур çĕр çитсенех хăйă сÿнтерме хушнă. Е ĕнтĕ Тамарăн хăйĕн те пуçĕ ыратнă, ыйхи килнĕ. Çапла вара кунсерен майлах темиçе урок хатĕрленмесĕр юлнă. Çавна май Тамара истори вĕрентекенсене тĕрлĕ вĕт-шакăр датăсемпе çунтарнăшăн, хăш-пĕр предметсемпе тĕрлĕ чĕлхе вĕрентекенсене кăтьăр-катьăр правилăсене лапах кĕнекери пек сăмах хыççăн сăмах чăмлаттарса калаттарнăшăн, литература вĕрентекенсене чуна çыпăçман сăвăсемпе калав сыпăкĕсем пăхмасăр вĕренме нумай парса янăшăн килĕштермен. Уроксем хыççăн тÿрех пусăрăнса ларсан та шкулта парса янă ĕçсене йăлтах туса пĕтерсе пĕрпĕр илемлĕ литература кĕнеки тытса ларăп тесе ан асăн: кун иртнĕ, çĕр иртнĕ. Кунсăр пуçне уçăлса та çÿремелле, киносене те кайса курмалла, пĕччен шухăшласа çÿрени те кирлĕ, кил таврашĕнче те пулăшмаллах.

Экзамен теççĕ учительсем. Экзаменĕ кирлех пулĕ-ха та, анчах ача пĕлĕвне вăл çулталăк тăршшĕпе мĕнле вĕренсе пыни тăрăхах хаклама пулать-çке, вăл вунă çул хушшинче мĕнле вĕренсе, мĕне вĕренсе çитни те учительсемшĕн йăлтах паллă… Экзаменĕ хăй те карт вăййи пек: пĕр-пĕр пĕлмен ачах ăнсăртран «пиллĕк» илме пултарать.

Хăш-пĕр ача Гомерпа Аристотель хăçан пурăннине, вĕсем мĕн-мĕн çырса хăварнине тĕрĕс каланăшăнах «пиллĕк» илсе пĕтĕм Гомерпа Аристотеле «пиллĕклĕх» пĕлнĕ пек кăмăллăн утса тухса каять.

Çакă Тамарăна тарăхтарнă, анчах хăй те вĕсен шайĕнчех тăнине пула вăл шăлне çыртнă. Çапах та такама та тÿрех курăнать: пурнăç никĕсĕсене пачах тĕкĕнмен çав вак ыйтусене çиелтен пĕлнипех ачан литература пĕлÿ шайне хаклама çуках ĕнтĕ.


Вера Федоровна физикăпа биологи вĕрентет. Юратаççĕ ачасем ун урокĕсене. Вăл, ытти учительсем пек, правилăсене те лап кĕнекери пек калаттармасть. «Мĕнле ăнланатăр, çавăн пек каласа парăр», — тет вăл. Киле ĕç панă чух та чи кирлисене çеç суйласа вĕренме хушать. Вăл панă ĕçсене хăш чух переменăра туса ĕлкĕрме те пулать.

Паян Вера Федоровна урокĕ чи малтанхи пулчĕ. Вăл физикăпа Тамарăран икĕ правило ыйтрĕ те унтан пĕр формула çыртарчĕ, вара ăна «тăваттă» лартса пачĕ. Ытти уроксенче, истори урокĕнчисĕр пуçне, ыйтмарĕç.

Историпе вара шкул директорĕ Петр Петрович пĕтĕм материала Тамарăран ыйтрĕ. Тамара, хăй шучĕпе, чиперех каларĕ пек, анчах юлашкинчен Петр Петрович истори датисене урлă та пирлĕ пăтраштарса ыйтма пикенчĕ те — хăй тĕрĕс пĕлнĕ çинчех иккĕленсе, арпашăнса кайрĕ Тамара. «Виççĕ» палла хĕр ача хапăлах йышăнманнине директор хăй те туйрĕ, çавăнпа вăл çапла хушса хучĕ:

— Программа! Программăра пур вĕсем. Эпир программăран иртейместпĕр. Вĕсене çур çĕрте тăратса ыйтсан та — пĕлмеллех сирĕн.

Юлашкинчен директор, хăйĕн урок пĕтичченхи ытлашши вăхăчĕпе ним тума аптраса-и е юри, урокăн тĕп йĕрĕнчен пăрăнса калаçма пикенчĕ:

— Сирĕн — çамрăксен — халь пур енне те çулăрсем уçă, — терĕ вăл хăйĕн ăс парасла сăмахне яланхи ум сăмахĕнчен пуçласа. — Кирек кам пулас те: инженер-и, врач-и, учитель-и…

Директор аслă шкул урлă илмелли мĕнпур пек сумлă ĕç ăсти ячĕсене асăнса тухрĕ те, тахăшĕ унран çапла ыйтрĕ:

— Аслă шкула кĕреймесен кам пулас? Пĕлтĕр те кунта вĕренсе тухнисенчен икĕ ача çеç аслă шкула кĕнĕ.

— Пĕр шкултан кашни сул икшер ача института лекни — начар мар тейĕттĕм эпĕ. Питĕ аван ку пирĕн шкулшăн… Сирĕн, ял ачисен, яла юлма тăрăшмалла, — терĕ директор.

— Çыннăн чун туртăмĕ, таланчĕ урăх енне пулсан? — ыйтрĕ унран татах тахăшĕ.

— Талант вăл çухалмасть, талант, пултарулăх пурри, хайлалли — аслă шкула та кĕрет. Кунта ĕнтĕ «талант» сăмахне мĕнле ăнланнинчен килет.

— Эсир талант харкам пĕринех пур, талант вăл тăрăшни, тимлени теттĕрччĕ-çке? Пирĕн яла юлмалла пулсан апла эпир пурте талантсăррисем-и?

Директор аптраса ÿкмест хăйне хăй хирĕçлет пулин те.

— Хм… хм, — тет вăл. — Талант вăл пысăкки те, пĕчĕкки те пулать. Эпĕ пĕтĕмпе çĕмĕрсе, çĕнсе тухакан талант çинчен калатăп! Анчах пурнăç вăл ахаль çынна хăйĕн ăшне пултарулăха-таланта кура çеç мар, хăйне кирлĕ енне ытларах туртса илет. Пултарулăхăн манăн, сăмахран, инженера та, юрăç пулма та çитетчĕ-тĕр вĕсене алăрах чух аталантарнă пулсан, анчах пурнăçа эпĕ учитель пулни кирлĕрех килнĕ, шкул енне туртса илнĕ мана пурнăç. Сирĕн те çавăн пекех… Килĕшет-и, килĕшмест-и сире пĕр-пĕр ĕç — пурнăçра кирлĕ вăл ĕçе туни, ун валли çын çитмест, сирĕн çав енне сулăнмалла. Ман пултарулăхăн урăх енне тесе çав питĕ кирлĕ ĕçрен пăрăнни — айăпа кĕни. Ăна тумасан — производство чарăнса ларать, общество пĕтет. Пурнăç йĕрки çапла, ăна пирĕн ирĕксĕрех пăхăнмалла. Сире эпир халь çак пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта пултарулăха-таланта кура мар вĕрентетпĕр: çĕршыва ăçта кирлĕ çавăнта кайма юрăхлă çынсем тăватпăр сиртен. Ăна та, кăна та чухлатăр çын — кашни ĕçрех пултармалла сирĕн.

«Хура ĕçре те пултармалла, — вĕчĕрхенсе илчĕ Тамара хăй ăшĕнче директорăн малалли сăмахне пачах илтми пулса. — Тин кăна инженер, врач тата такам та пулма çул уçă терĕ-çке ку, халь акă: «Вăтам шкул пĕтеретĕр те «хура ĕçе» кĕретĕр», — тет. Мĕнле ĕç-ши вăл хальхи вăхăтра хура ĕç? Кĕреçепе çĕр чавасси-и? Тислĕк хырасси-и? Ăна та фермăсенче машинпа хыраççĕ… Тен, «ăна та, кăна та» тума пултарни? «Ăна та, кăна та тăвакан» çын вăл нихăш ĕçне те тĕплесе çитереймест пулĕ.

«Тытăнсан» кирек хăш ĕçе те «пултармалла» çын вăл Ломоносов-çке, пин çулта пĕрре çуралакан улăп, гени! Пирĕн — ахаль çынсен — чăн-чăнах «çынна» кĕрес тесен хамăрăн пĕр-пĕр е кĕмерĕ атăл антармалла пулĕ, тепĕр майлă каласан, хамăрăн пултарулăхăмăра тупмалла пуль. Çыннăн ача чух çитмĕл те çичĕ пултарулăх тĕвви-папки пур пулсан — ачаранах çав пĕр-пĕр вăйлăрах тĕп тĕввĕн пултарулăхне йăл илме пулăшмалла-тăр. Пурне те харăс — Петр Петрович каланă пек — «аталантарса» пырсан, çитмĕл çич мулкача харăс хăваланă пек, пĕр тĕвви те ашкăрса кайса «пултарулăх» картине ÿссе çитеймĕ. Апла çавăн пек «аталанса» хăйĕн нихăш пултарулăхне те ярпайтарса ярайман, хăйĕн пултарулăхĕ ăçта-мĕнре пулмаллине те пĕлмен, ăна пачах çухатса ярса кăшт-кашт унта та, кунта та тĕккеленекен, чăннипе вара ниçта та пайта кăтартайман тахатсăр[vi] кĕреçепе çын пулмалла-и? Паян вăл çавапа утă çулма кирлĕ, ыран кĕреçепе юпа шăтăкĕ чавма… »

Çук! Çук!.. Тамара кун пек çын кĕлетки пуласшăн мар. Анчах мĕнре-ха Тамарăн пултарулăхĕ? Хăш пултарулăхне аталантармалла унăн? Çав «пултарулăх» унăн халь хăйне те нихăш енчен курăнмасть-çке. Вăл пултарусăр çын пулĕ эппин? Çыннăн çуралнă чух вăранман хайлалăх папки тем тумалăх та тĕвĕленнĕ пулсан Тамарăн мĕншĕн курăнмасть-ха вăл? Çапла, курăнмасть. Пĕр папки те вăранман Тамарăн. Çапла çитмĕл çичĕ тĕрлĕ «аталантарнипе»-тĕр пĕри те ешерсе пултарулăх картне çитеймен. Çавăнпа-тăр Тамара халĕ те хăй вăтам шкул пĕтерсен хăш института вĕренме каяссине пĕлмест, çавăн пиркиех пуль нихăш предмета та пайăррăн юратса пăрахни çук…

Çавăн пек шухăшсем çаврăнчĕç Тамарăн пуçĕнче директор сăмахне итленĕ май.

Тăваттăмĕш сыпăк

Пĕр эрне тĕлĕнмелле улшăнмасăр иртсе кайрĕ. Ку эрне тăршшĕпех — хытса ларнă пĕр кун тăсăлчĕ пек… Çакнашкал кунсенче ху хăçан пурăннине те манса каятăн, умри килес кунсене те çак пĕрешкел кунсемпе пăтраштарса яратăн та — те виçĕм кун çапла пурăннăччĕ, те эс халь е виçмине пурăнатăн…

Çак юлашки эрне Тамарăшăн шăпах çавăн майлăскер пулчĕ.

Мĕн улшăнчĕ-ха çак эрнере?

Юр ÿкрĕ, çуна çулĕ ÿкрĕ — çавă çеç. Вара каллех малтанхи пек кунсем кайрĕç: тунти кун, ытлари кун, юн кун…

… Акă каллех кĕçнерни кун. Каллех çав уроксемех пуçланчĕç…

Акă ун умĕнче — ачасем, учитель. Ачисем те, учительсем те, вĕсен çи-пуçĕсем те çавах. Ĕнерхи-виçĕм кунхи пекех, нимĕç чĕлхи кĕнеки алла тытнă Елена Сардоновна тахçанах янтă сăмахсемпе çапла ыйтать: «Класра кам çук? », «Киле мĕн вĕренме парса янăччĕ? », «Кала-ха, мĕн терĕмĕр эпир? ». Ĕнерхи пекех — кантăкра кăшт çил улать, класс хăми умĕнчи ача пурăпа шуралнă аллине типĕ татăкпа чуна хăйăрттармалла кăштăртаттарса шăлать.

Йăлтах ĕнерхи-виçĕм кунхи пек…

Мĕн пур-ха шкулта кăсăкли? Уроксем? Кружоксем?..

Хор кружокне Тамара çÿрекеленĕччĕ. Унта та хальхаççăн çÿремен.

Аван ĕнтĕ халь тулта.

Пĕтĕм ÿт-пĕве сывлăхлăн çÿçентерсе çан-çурăм тăрăх сивĕ сывлăш чупса иртет, кăкăра юхса кĕрсе юна васкатать, пите хĕрлĕ тĕс, нар кĕрет. Тухасчĕ те халь — вутă çеç татас. Е Валя патне кайса çĕвĕ çĕлес — кун пек чухне, чăн та, пĕтĕм ăш-чик уçăлса каять.

… Тамара инçе шухăшласа кĕрсе каяймарĕ, ăна хушаматран чĕнчĕç.

— Голубева! — илтĕнчĕ иккĕмĕш хут. — Халĕ çеç мĕн сăмах каларăмăр-ха эпир? — Унтан учительница сасси çилĕллĕн хытрĕ. — Учительпе калаçнă чух ура çине тăраççĕ!

Тамара учительница тÿрех вĕресе кайнăран кăмăлĕ хуçăлнипе калама тăхтаса тăчĕ. Çак учительницăна вăл çакнашкал пĕчĕк ыйтусемшĕнех кăшкăрма тытăннăшăн, аслă класс ачисене халĕ те 5-мĕш класри ачасем вырăнне хурса ыйтнăшăн юратман.

— Соловьев! Аса илтер-ха Голубевăна: халь çеç эпир мĕн терĕмĕр? — терĕ учительница малалла тепĕр ачана ура çине тăратса. — Илтмен вăл ав…

— Vaterland, — сăмах тавăрчĕ арçын ача.

— Илтрĕн-и, Голубева? Кала-ха, мĕн терĕ Соловьев?

Ку вара Тамарăна кÿрентерчĕ çеç мар, чĕрери чи ыратакан вырăнтан пырса тивсе тарăхтарса ячĕ… Халĕ ĕнтĕ вăл, хăйĕнчен темĕн чухлĕ ыйтсан та, хирĕç пĕр сăмах та тавăрса каламастăпах терĕ хăй ăшĕнче.

Учительница вара арçын ачана çав сăмахах тепĕр хут калаттарчĕ те хĕр ачана, попугай пек, ун хыççăн калама хушрĕ. Хĕр ача çав-çавах чĕнменнипе кура вăл çав сăмахах тепĕр ик-виç ачана калаттарса каллех хĕр ачаран ыйтрĕ. Хĕр ача пурпĕр шăл шурри те кăтартмарĕ.

Тамара пит-куçне хатарлăн хытарса хăлхасăр-чĕлхĕсĕр пекех тăчĕ.

Учительница: «Лар! Единица! » — тесе кăшкăрса ярсан та вăл вырăнтан хускалмарĕ. Пырать-ха лăпах çак самантра коридорта пĕтĕм класа чун кĕртсе шăнкăрав сасси йăнкăлтаттарса илчĕ, унсăрăн Тамара çак лару-тăрура малалла хăйне мĕнлерех тытмаллине те пĕлмен пулĕччĕ.

— Мĕнле лайăх вĕренекен ача япăхса кайрĕ, — илтрĕ вăл учительницăн хĕрхенĕçлĕ сассине хăй коридоралла васкаса утса тухнă май.

Çапла вăрçса илнĕ хыççăн çурма ырларах каланă сăмаха илтсен тата куçăн мар, хыçран хĕрхеннĕ пекрех сасăпа каланине илтсен темшĕн-çке чун тăвăлнине темĕнле эрлĕк путарса хурать.

«Тамара япăхса кайрĕ-и вара? »

Тамара хăйне хăй ытларах ăнланакан, туякан, çиçекен пулнă тесе шутлатчĕ. Апла мар-мĕн. Вăл япăх еннелле улшăннă-мĕн.

Пĕчĕкрех чух, унăн туяс-сисессисем питех вăранман чух, чăн та, Тамара кун пек марччĕ ĕнтĕ.

Ун чух чун-чĕрене кĕлермен çип пек тем вăтăрса тăмастчĕ. Ырă та савăкчĕ ун чух чуна пур çĕрте те. Халĕ вара темскер çухалнă чун-чĕререн… Тем çитмест унта, тата тем çĕнни пур… Мĕн çухалнă? Мĕн хушăннă?.. Куна вара никам та пĕлесшĕн мар. Урок вĕренсе кил вĕсене — вара çитрĕ те.

… Тамара мĕн вăрăм перемена тăршшĕпех коридор кантăкĕнчен урамалла пăхса шухăша кайса тăчĕ.

Тулта чунлă вĕт кайăксем пек юр сапакисем çĕре ÿкиччен нумайччен çаврăнса çÿреççĕ. Упа çури пек кĕрĕс-мерĕс тумланнă пĕчĕк ачасем, ахăртнех, хăйсем астăвасса малтанхи хут юр курнăскерсем, сăпрам юра ывăçласа илсе чăмăртаççĕ, çуйхашаççĕ. Вĕсене хăйсене, «мукка çурисене», темшĕн-çке тытса чăмăртас, юратса йăвалантарас, кăмăлтан савса кăшкăртас килет.

Тамара юлташĕн — Вальăн — çавăн пек «мукка çури» шăллĕ пур: Коля. «Тамая аки», — тет вăл Тамарăна. Тамара вара вĕсем патне кайсан сывлăш çавăрма памасăр йăвалантарать ăна, хăй те пĕчĕк ача пулса каять унпа выляса.

Чăнах та, мĕн тери аванччĕ çавăн пек чухне. Пĕрене урлă ÿрлĕк хурса ярăннă чух. Ним хуйхă-суйхă çук! Анчах ÿссе çитсен, тăн кĕрсен çав пĕчĕк Кольăн та, Тамарăн пекех, чунĕ канăçсăрлана пуçлĕ-ши? Тен, апла мар? Ку, тен, пĕтĕмпех ачана сак урлă выртнă чух мĕнле пăхса ÿстернинчен килет?

Тамарăна малтанах, ача чух, ĕмĕтленессе — урăхларах ĕмĕтленме, шухăшласса — урăхларах шухăшлама, пурнăç çине урăхларах пăхма вĕрентнĕ пулсан халĕ, тен, унăн ним сăлтавсăрах ăш çунса тăмастчĕ пулĕ.

Кирек мĕн те — çав пĕчĕк Кольăсене Тамарăн хăйĕнни пек ăш вĕççисем, чун кÿттисем сунас килмест. Юрласа парасчĕ вĕсене сăпкара чух савăк-савăк юрăсем, чĕрене вĕсем ĕмĕрлĕх хаваслă кăмăл, телейлĕ туйăм хăварччăр… Е ачашлас, лăпкас… Анне каланинчен нихçан та чун ан ыраттар. Уйрăммăнах Тамара амăшĕ пек калани — мĕн тери йывăр чуна!.. Савăк, ăшă пултăрччĕ анне сăмахĕнчен…

Тамара та хăçан та пулин ача амăшĕ пулмалла-çке-ха…

Кĕтмен çĕртен çакăн пек шухăш пырса кĕнипе Тамара хăйĕнчен хăй вăтанса ÿкрĕ те, шухăшне такам сисмерĕ-ши тенĕ пек, йăпăрт каялла çаврăнса пăхрĕ, пуçне силлесе илчĕ.

Çак вăхăтра Тамара çумĕнчен васкамасăр та тăн-тăн пусса çÿллĕ, тĕреклĕ ача Валентин иртрĕ.

Тамара канăçсăррăн хускалкаласа илчĕ, хăй сисмесĕрех хĕрелсе кайрĕ.

… Мĕн тери кичем пулмалла-мĕн шкулта Валентин та çук пулсан! Тамарăн халĕ, тен, вăл пуррипе çеç шкула чун туртать?

Анчах Валентин ку яхăнта чăтма çук тÿрменленсе, никресленсе кайрĕ. «Сывлăх та сунми пулчĕ-çке вăл, — сасартăк хăраса аса илчĕ Тамара. — Тăхта-ха, хăçан тĕл пулнăччĕ вĕсем юлашки хут? Çуркунне… Тата? Урăх çук та! Чăн та, çуркуннеренпе вĕсем урăх тĕл пулман-çке! — Сасартăк çÿçенмеллипех çÿçенчĕ Тамара. — Сывлăх сунманни те ик уйăх иртрĕ-и?..»

Чĕрере тем шыçнă пек тан тапса ыратса килчĕ. Юлашки вăхăтра тăтăшах çапла. Валентина курсан çеç вăл кăшт лăш пулать.


Валентин юлашки вăхăтра, чăн та, питĕ улшăнчĕ. Акă паян та вăл пуçне икĕ енчен икĕ аллипе тĕкĕлесе кунĕпе пекех класра ларать, переменăсенче те коридора тухмасть. Аяккалла та, хыçалалла та пăхмасть. Учитель те унран пĕрре: «Чирлĕ мар-и эсĕ? » — тесе ыйтрĕ. Валентин хирĕçлесе пуçĕпе сулларĕ çеç. Çумĕнчи юлташĕ унпа сăмах пуçарма пикенсен те хулпуççине çеç сиктерчĕ вăл.

Тамара вара темиçе хутчен Валентин çинелле куç ывăтса илчĕ, Валентинăн хăлхи те паян темшĕн хĕп-хĕрлĕ.

Тамарăн ăна хăй енне пĕр чĕреме те пулин çаврăнса пăхтарас, унпа мĕн те пулин сăмахласа илес килчĕ. Кулленхи пурнăç çинчен те, паянхипе ыранхи шухăш-ĕмĕт çинчен те сăмах нумай-ха. Вĕсем, тĕрĕссипе, ним те калаçман-çке-ха. Çуркуннеренпе те… Ун чухне те мĕн калаçнă-ха?

Валентинăн шухăш-ĕмĕчĕ, чун-чĕри, кăмăлĕ нумай чух хăйĕннипе пĕрешкелех тесе шутланăччĕ Тамара. Ку яланах апла мар иккен. Хăш чухне Тамарăшăн эрлĕклĕ самантрах Валентин хаваслăн кулать, шÿт тăвать. Кун пек хушăра вăл ним шухăш-туйăмсăр та этем чунне ăнланма пултарайман çын пек курăнать. Çавăн пек чух вара Тамарăн ăна çилĕ килет, мĕнле те пулин кÿренмелле сăмах каласа татса хурас килет.

Паян Валентина темшĕн хĕрхенмелле пек. Тен, вăл Тамара пирки шухăш тытса пăшăрханать? Тамара унпа кăшт сивĕрехшĕн çапла мар-ши вăл? Пăрăнасса та çавăн пиркиех пăрăнса çÿрет пулĕ? Тен, вăтанать?

Тамара тимлесех Валентин пит-куçĕнчен пăхма тăрăшрĕ. Куç, сăн-пит хутра ситре нумай япала çинчен калама пултарать. Вĕсем тăрăх çыннăн хăй каламан е хăй те пачах ăнланайман туйăмĕсене пĕлме пулать. Çапла майпа Тамара час-часах Валентин шухăш-кăмăлне пĕлкелет… Вăл именчĕклĕн, кăшт хăййăнрах, ыйтуллăн пăхсан — Тамара пăшăрханма пăрахать. Тамара пĕлет: Валентин ăна ăшрах тытать-ха, курнăçас-калаçас кăмăлĕ те пур. Тамарăшăн ку — ан тив, иккĕш çеç куçма-куç тĕл пулмаççĕ, сăмах хушмаççĕ — пурпĕр класрах, йыш хушшинчех пĕр-пĕринпе ним сăмахсăр, никама систермесĕр нумай япала çинчен калаçса илнипе шайлашать. Кун пек чух Тамара киле те хаваслă таврăнать.

Анчах Валентин паян пĕрре те сăн-питне кăтартмасть. Тамара ăна пурпĕрех хăй енне пăхтарса илме шутларĕ.

Валентин парта çинчен урайне кĕнеке шаплатса ÿксен, чăнах та, йăпăрт çаврăнчĕ…

Валентин çаврăнса пăхсан Тамара тĕлĕнсе кайрĕ. Йĕкĕт йăлтах сăнран ÿкнĕ, вăл темĕнле чирлĕрех те çилĕллĕ курăнать. Яланах яп-яка çамки çинче — ăна вăйран хĕстернипе — сăмса тĕлĕнчен çÿлелле кăшт кулăшла та сивлек виçĕ карт хутланать. Куçĕнче хăмăр куç шăрçи мар — шурри ытларах. Валентин такама çилленни, вăл кăмăлсăрри сисĕнмеллипех сисĕнет.

Тепĕр самантран Тамарăна, учитель сисиччен каялла çаврăнса, пĕр хăйпашка хĕр ача, Зина, алгебра кĕнеки тăсса пачĕ. «Варрине пăх», — пăшăлтатрĕ вăл.

Тамара кĕнеке варринчен çиеле «Голубевăна» тесе çырнă тăваткал хут кăларса илчĕ те кĕнекине хăвăрт каялла пачĕ.

Çыруçă аллине хĕр ача тÿрех пĕлчĕ. Чĕре сисмесĕрех хăвăрт сике пуçларĕ… Ахăртнех, çырăва пăлханса та васкаса çырнă пулас — сас паллисене кукăртса, хуçкаласа пĕтернĕ. Тамара çакăнпа пĕрлех Валентинăн хăлхи паçăрхинчен те хĕрлĕреххине асăрхарĕ.

Тамара çырăва çийĕнчех вуласшăнччĕ — учитель асăрхаттарни илтĕнчĕ те, хĕр ача ăна хăрах ывăçа хытă чăмăртаса тытрĕ, юсанса ларчĕ. Ăна вăл тек парта айĕнчен кăларма та шикленчĕ. Çыру, йăвинчен кăларса илнĕ чĕкеç чĕппи пек, ывăç тупанне пĕçертрĕ, кăтăклантарчĕ, ывăçа уçсанах вăл вĕçсе тарассăн туйăнчĕ. Çыруран кĕтмен япала сиксе тухасси хăратрĕ те, пăлхатрĕ те. Валентин çине хĕр ача хальхинче пуçне çĕклеме те хăймарĕ. Çак çырура та, Валентинра та темĕнле пĕрешкелех пăлхатакан, хăратакан хатарлă япала пурри сисĕнчĕ. Ăна ывăçра тытса ларни Валентинăн аллине чăмăртаса ларнăн туйăнса кайрĕ, вара пит пĕçерсе килчĕ, ачасем те çакна сисрĕç пулмалла, Тамара еннелле пăхса кулкаласа илчĕç пек…

Тамара çырăва саппун кĕсйине персе чикрĕ те мĕн урок пĕтичченех пуçне класс çине çĕклеме хăяймасăр ларчĕ.

Шăнкăрав сасси илтĕнсе кайсан тин вăл çăмăллăн сывласа ячĕ. Ачасемпе пĕрле, хăйне хăй ним те пулман пек лăпкăн тытма тăрăшса, коридора тухрĕ.

Коридорта ялан шавлă, Çак шăв-шав Тамарăна паян килĕшмерĕ. Кун пек чух кăмăла канăçсăр та пуçра пĕтĕмпех кисренет, çаврăнать.

Тамара уçă сывлăша тухрĕ.

Кунта та канлĕ мар. Çаралса юлнă шăн çĕр çийĕн кастарса сивĕ çил вĕрет. Çиле хирĕç вĕçме талпăнакан пĕр чана, тÿрĕ вĕçеймесĕр, çунаттине мĕнпур вăйран хытарса, тайкаланса, вашмăккăн çĕрелле анать те çÿле хăпарса каллех аялалла чăмать. Çапла меслетпе вăл аран-аран малалла каять. Пĕчĕк çул кайăкĕсем çеç, сарăрах хĕрлĕ пĕсе-хеллĕскерсем, хуралтă хÿмисемпе сикĕмĕн-сикĕмĕн ярăнса хăвăрт иртеççĕ.

Тамара йĕри-тавралла пăхса илчĕ те, спорт площадкинчи бум патĕнче тĕрмешекен ачасем хăйне чăрмантарманнине кура, картлашка умĕнчи алăк хыçне тăрса карлăк çумне таянчĕ, кĕсьери леш çырăва кăларчĕ.

«Тамара! — вуларĕ вăл. — Каçарăр… »

Çывăхра такам тĕпĕртетсе иртсе кайрĕ. Тамара çырăва вăшт-вашт чăмăртаса тытрĕ. «Каçар-ăр… » — пăшăлтатрĕ вăл «ăр» сыпăк çинче сассине хăпартса. — Мĕншĕн-ха «ăр»? Çавăн пекех ютшăнтăмăр-и эпир пĕр-пĕринчен? Юлташ та, тус та мар çынсем çеç пĕрне-пĕри «эсир» теççĕ… »

Ура сасси йăнсан Тамара каллех çыру вулама пикенчĕ. Вăл мĕн пуçласа вĕçне çити куçпа йĕрлесе тухрĕ. Нимĕн те ăнланмарĕ. Тепĕр хут вуларĕ. «Улталарăм… Эпĕ пĕтĕмпех ăнлантарса парăп… Хăçан курнăçăпăр… » Мĕн çинчен ку? Кам кама улталанă?.. Çук, йăнăш вулатăп пулĕ… Мĕншĕн пăлханмалла-ха, тепĕр тесен?

Чун çапах та ырă мара сиссе çÿçенчĕ. Тамара муталаннă хут татăкне ерипе вула пуçларĕ. «Ун чух эпĕ сана улталанă. Эпĕ сана мар — урăххине… юратнă… Эпĕ хама та улталарăм. Ман сана пĕтĕмпех ăнлантарса памалла. Эпир çапах малтанхи пекех туслă пулăпăр. Эпĕ пĕтĕмпех, тĕппипех каласа парсан эсĕ мана, Тамара, — курăн акă, — каçарăн та, пĕрре те çилленмĕн… Эпĕ ун чухне çеç çапла пулнă. Халĕ урăхла. Халĕ эпĕ йăлт сан енче… Хăçан курнăçăпăр? Çырса пĕлтер, тархасшăн. Валентин», — уççăнах вуларĕ хĕр ача.

… Тамара пĕтĕм вăйпа карлăкран çатăрласа тытрĕ. Вĕри çамкана пăрланнă карлăк перĕнсе шăнтрĕ. Ачасем тĕпĕртетсе картлашка çине чупса хăпарни те ăна хăнк! та сиктĕрмере. Тамара карлăкран вĕçерĕнчĕ те картлашка çинчен сикрĕ, хăй ăçта кайнине пĕлмесĕрех спорт площадкинелле вирхĕнчĕ, анчах ăна тахăшĕ урока ларма шăнкăравларĕç тесе пĕлтерчĕ.

Тамара класа пуçне çирĕппĕн çĕклесе, сăн-питне хатарлăн хытарса утса кĕчĕ. Ачасем те çакна тÿрех асăрхарĕç.

— Кур, мĕнле утать…

Хĕр ача мăнаçлăн утса пырса парта хушшине кĕрсе ларчĕ.

— Ан çулăх! — тесе хучĕ вăл хăйне тем асăрхаттарса илнĕ комсорга.

Урока ларсан вара Тамара ачасене тата ытларах тĕлĕнтерчĕ. Елена Сардоновна, чăваш чĕлхипе те вăлах вĕрентекенскер, урок калама ыйтрĕ те, Тамара ăна кĕскен çеç касса татрĕ:

— Пĕлместĕн! Хатĕрленмен!

Кунтан та тĕлĕнмеллереххи çак урокрах пулчĕ. Елена Сардоновна сăмах майăн хальхи çамрăксем çине çитнĕччĕ.

— Сирĕншĕн, çамрăксемшĕн, — терĕ вăл, — пĕтĕм çулсем уçă. Кирек кам пулас те — кăмăл çеç пултăр: учитель-и, инженер-и, артист-и… Эсир чи телейлĕ çамрăксем…

Елена Сардоновна каласа пĕтереймерĕ, çăварне тем кĕрсе кайнă пек — сасартăк чăп пулса — хыçалти парта патне утса кайрĕ, Тамара умĕнче чарăнчĕ те ăна тÿрех хулĕнчен çăлса тытрĕ.

— Атя директор патне! Халех, халех! — терĕ вăл хĕр ачана туртса.

Парта кĕтессинчен хĕр ачан кĕпи çакланса чĕрĕлмен пулсан вăл ăна, тен, чăн та, директор патне сĕтĕрсе каятчĕ пулĕ, анчах Елена Сардоновна хăй ытла виçерен тухнинчен хăй ытларах хăраса ÿкрĕ те хĕр ачана алăран вĕсертрĕ, вара тÿрменнĕн ятласса вăрçма тапратрĕ.

— Ав епле вăл иртĕхсе кайнă! Кам сирĕн комсорг? Паянах ăна комсомол пухăвĕнче сÿтсе явăр! Мана та систерĕр! Директора, завуча чĕнĕр!

Тамара çăвар та уçмарĕ. Сумкине йăтрĕ те мăн кăмăллăн утса класран тухса кайрĕ. Ачасенчен нумайăшĕ Елена Сардоновнăпа Тамара хушшинче мĕн пулса иртнине ăнкарса та юлаймарĕ. Пĕр Рая комсорг çеç хăй айăпа кĕнĕн пуçне чикрĕ. Елена Сардоновна вара хĕр ача тухса кайсан та час лăпланаймарĕ.

— Ха, иртĕхсе кайнă! — çуйхашрĕ вăл. — Учителе чĕлхе кăларса кăтартать? Мĕнле сăмах каланă чухне-ха тата!..

Пиллĕкмĕш сыпăк

… Ку вăл — иртнĕ çул пулчĕ…. Валентин хăйшĕн çĕнĕ туйăма хăй те ăнланман.

Рая варринчи ретре хыçалтан виççĕмĕш парта хушшинче ларатчĕ, Валентин — хĕрринчи ретри пиллĕкмĕш парта хушшинче.

Çак çырă куçлă, çырă çÿçлĕ пĕчĕк хĕр ача-шим унăн чĕри малтан суйласа илнĕ çын? Валентин вăл ку таврашрах иккенне шутламан та. Вăл таçта аякра пулмаллаччĕ. Хăй те вăл ачаранпах Валентина шырать. Паллашасса та вĕсем халĕ мар— вăтам шкул пĕтерсе «çын пулсан» паллашмалла.

Ăна, тĕлĕнмелле хитрескерне, никам та юратмасăр тăраймасть. Анчах вăл çĕр çине Валентиншăн çуралнă. Уншăн та Валентинран та хитререх, ăслăрах, ырăрах çын çĕр çинче çук. Вăл такампа паллашсан та — çĕр çинчи хăйне пÿрнĕ Валентинах шырать.

Тĕл пуласса вĕсем пĕр илемлĕ кун, çĕмĕрт çурăлнă вăхăталла, вĕренÿ асапĕсем çук чухне, тĕл пулмалла.

Хĕр ача ун чух Валентин умне ăнсăртран килсе тухса пĕр-пĕр инкек е ырату кÿмелле… Кун хыççăн вĕсем паллашнă, çывăхланнă… Кайран вĕсене савма чаракан темĕнле чăрмав е хĕвĕтмĕш, анчах пĕр-пĕринчен сивĕтме мар, пачах урăхла, вĕсен юратăвне аталанма пулăшаканскер тухмалла та — ăна Валентинăн е хута кĕрсе, е хăйне пĕр-пĕр паттăр хÿтĕлевçĕ пек кăтартса сирмелле…

Çав хĕр ача-ши вара вăл? Рая ятлăскер-и? Темиçе çул пĕрле вĕренсе те Валентин асăрхаман хĕр ача-и?

Рая йăпăрт пăхса илнĕ самантра Валентина вăл шăп çавă пекех туйăнать. Уйрăмах ку Рая пуçне кăшт пĕксе, кăшт чалăш ларнă чухне, Валентин çине ăнланма çук тĕмсĕлсе, хăййăнрах пăхса илнĕ чух çапла. Валентин ăна пит-куçран тĕсесе пăхсан, тата вăл хăйне Валентинпа мĕнле тытнине шута илсен Райăна вăл пулма татах тем çитмест пек… Лешĕ Валентина кирек ăçта та, кирек хăçан та асăрхамасăр тăрайман пулĕччĕ, хăйĕн чунне мĕнле те пулин уçса панă, кăмăл туртăмне систернĕ пулĕччĕ. Вăл чун-чĕрене кĕтмен хăна пек килсе кĕреймест, ак халь вăл куçа курăнсанах вăл килни çинчен чуна систерекен темĕнле туйăм кăлт тĕртсе илмелле… Чăннипе, çавăн пек туйăм кăлт тĕртсе илчĕ те ĕнтĕ Валентина.

Ку питĕ кĕтмен çĕртен пулчĕ: уяр кун çиçĕм çиçсе аслати авăтнă пек… Валентин переменăра хăйсен класĕнчи чÿречерен урамалла пăхса тăратчĕ. Вăл пуçне пăрчĕ те, сасартăк унăн куçĕсем хăй çинелле пăхакан мăшăр куçа тĕл пулчĕç… Çав куçсенче темĕн, вĕрискер, пĕтĕм ăш-чикĕ вут хыптараканскер, сисĕнсе кайрĕ, вăл пĕтĕм ăс-пуçа кисретсе ячĕ… Куçĕсем хăйсем вара самантрах аяккалла пăрăнчĕç. Анчах вĕсем амантма ĕлкĕрчĕç иккен. Çав куçсем чăнахах Райăн пулнине те Валентин аран-аран ĕненчĕ.

… Валентин куллен-кунах Рая çине пĕр ĕненсе, пĕр иккĕленсе пăхкаларĕ. Юлашкинчен вăл ĕмĕтри Райăпа пĕрлешсех кайса пĕр çын, ĕмĕтри-пурнăçри çын, пулса тăчĕ.

Шăп çак вăхăтра, çуркунне, Валентин юлташĕ, вĕренекенскер, район хаçатĕнче час-часах сăвăсем пичетлекенскер, пĕр эрнелĕх çурхи каникула таврăнчĕ. Вăл Валентина хут татăкĕ тыттарчĕ те Райăна кайса пама ыйтрĕ. Валентин, паллах, вăл мĕн ыйтнине тумасăр тăраймарĕ.

… Кайран Валентин вĕсене иккĕшне темиçе хут та пĕрле курчĕ. Валентин юлташĕ, именсе те хĕрелсе, Рая хăйне юратни çинчен каласа пачĕ…

Çакăн хыççăн тин Валентин лайăх ăнланчĕ: Рая вăлах пулнă-мĕн.

Анчах пĕр кун унăн куçĕсем пĕрре те Валентиншăн мар çиçнĕ иккен… Ун чухне вăл хăйĕн студентшăн хыпса илнĕ чĕре вутне, уншăн ку вут юрăхлă-ши тесе, урăх айванрах çынсем çинче тĕрĕслесе пăхма шут тытнă пулмалла. Вара вăл Валентин чĕрине аманмаллах пĕçертсе янă.

Валентинăн чунĕ тăвăла-тăвăла килчĕ. Рая майĕпен ĕмĕтпе те çитме çук, ун çинчен Валентинăн шутлама та тивĕç çук çын пулса тăчĕ.

Вăл — Валентинăн чĕрине малтанхи хут тăвăллăн-çи-çĕммĕн пырса кĕнĕ çын; вăл — Валентинăн пĕтĕм пурнăçне, пĕтĕм чун-чĕрине халиччен тÿссе курман çĕнĕ туйăмсемпе тултараканĕкер; вăл пĕрре те канăç, савăнăç кÿрекенни мар иккен.

Вăл сан çинчен пачах шутламасть, сана тĕлĕкĕнче те ĕмĕрте пĕрре тĕлленмест, эсĕ ăна килĕшместĕн кăна та мар, йĕрĕнтеретĕн кăна. Эсĕ ăна савни — уншăн йыт çÿппи çеç! Ăна халĕ çĕр çинче çав сăвăç студентсăр пуçне урăх никам та кирлĕ мар. Вăл Валентинран çĕр хут лайăхрах, хитререх!

Эппин, Валентин хăйне хăй кăна лайăх пек туйăнать. Çĕр çинче çав студент та — хураскер, попугайăн пек кукăр сăмсаллăскер — Валентинран хаклăрах!

Валентин пĕрре мар илтнĕ: çĕр çинче чăн-чăн юрату пĕрре кăна пулать. Эппин, Валентинăн йăлтах пĕтрĕ-и? Урăх унăн никам енне те чун выртмĕ-ши?

Çук, ку капла мар пулĕ. Валентин кăмăлĕ урăх çын енне те çаврăнма пултарĕ. Ĕçĕ пачах Валентин кама та пулин юратма пултарнинче мар, Валентина кам та пулин савма пултарнинче. Валентин юратнине хирĕç Рая хуравăша чĕлхе çеç кăтартрĕ-çке. Ку ĕнтĕ Валентин уншăн илемсĕрринчен килнĕ япала. Çапла, Валентин уншăн илемсĕр. Анчах Валентин никамшăн та хитре мар-шим? Кам та пулин «сана юрататăп» тени çеç çак ыйтăва тĕрĕс татса пама пултарать.

Ун чух вăл хăй ытти нумай çынран киревсĕр те йĕрĕнчĕк маррине, хăй кирек те камшăн илемлĕ иккенне тÿррипе пĕлнĕ пулĕччĕ…

… Валентин çакăн хыççăн пĕр çурхи каç шкулти вечертан киле таврăннă чухне шкултан час-час пĕрле килкеленĕ пĕр класри Тамарăна, иккĕмĕш уйăх çеç хăйсемпе пĕрле вĕренекен, ялан Валентина пур ăçтиçукшăн сăмах пуçаракан хĕр ачана, сасартăк пăлханăçлăн ятран чĕнчĕ:

— Тамара…

Тамара, кăвак куçлă, çырă çÿçлĕ, икĕ вăрăм çивĕтлĕ стайлă хĕр ача, Валентин çине йăпăрт пăхса илчĕ. Каччă сасси чĕтренсе тухни хĕр ачана пăлхатрĕ. Валентин юлашки вăхăтра тăтăшах Тамарăпа пĕрле пулма тăрăшатчĕ. Вĕсен килĕсем пĕр енчехчĕ те — шкула та, киле те вĕсем пĕрехмай пĕрле çÿретчĕç. Тата Тамара, тепĕр тесен, Райăран нимпе те катăк мар… Валентин хăйне çапла пăлханса ятран чĕннĕ хыççăн Тамара, тем туйса-ши, йăлтах ăшталанса ÿкрĕ.

— Ман санпа пĕр сăмах пур…

Валентинăн çакна каласан чĕлхи çĕтрĕ. Ăшри никам умĕнче асăнман пĕр сăмаха каличчен çырантан кутăн сикме çăмăлтарахчĕ те пуль.

Çак сăмаха пуçласа каламалла-çке-ха… Пуçласа та юлашки хут. Çав сăмаха пĕр çынна каласан санăн ĕнтĕ тек ăна никама калама та ирĕкÿ çук. Е эсĕ хăвăн сăмахна тытаймасан киревсĕр çын пулса тăратăн. Тата кун-çул тăршшĕнче пĕр çынна çеç пĕр хут ĕмĕрлĕх каламалли çак сăмаха юлташа, туса калама уйрăмах намăс та хăрушă… Вĕсем пĕрпĕринпе ыранхи уроксем çинчен калаçкалама çеç хăнăхнă. Кун пек чухне сăмах та килĕшет. Хăйсене хăйсем те ирĕк туяççĕ, кăмăла, чĕлхене нимĕн те çыхмасть. Çак пĕр сăмаха каланă хыççăн вара унпа малашне мĕнле-ха кĕнекесем, уроксем çинчен калаçма, хăвна малтанхи пекех нимĕн пулман пек тытса ун çумĕнче пыма хăятăн? Акă халь пĕр сăмах каласа хурсан çав малтанхи юлташла-тусла çыхăну пĕтĕмпех пĕтсе ларать. Вĕсем ĕнтĕ ÿлĕм туссем пулма пăрахĕç. Тата тÿрре килет-и-ха çак сăмах?

… Валентинăн халиччен никам умĕнче çăвар уçса каламан темĕнле хатарлă сăмах чĕлхи вĕçĕнче пуррине хĕр ача чĕрипе сисрĕ. Вăл, Валентин енне çаврăнмасăрах, кăшт çул хĕрринерех пăрăнчĕ те ăшталанса та шăппăн çапла ыйтрĕ:

— М-мĕн-ши?

Вĕсем хăйсем сисмесĕрех васкаса утса кайрĕç. Валентин Тамарăна аран-аран çеç ĕлкĕрсе пычĕ. Тамарăсен килĕ тĕлне çитме те пĕр çĕр утăма яхăн çеç юлчĕ ĕнтĕ. Валентин çапах ун çине пуç çĕклеме хăяймарĕ. «Каллех Райăпа мĕнле пулнă пек килсе тухсан?» — шухăшларĕ вăл.

«Хам мĕнле? — хирĕçрĕ унăн чунĕ. — Çук… хăй юратсан Райăна та манăп тен». Валентин урăх çăвар та уçаймарĕ — вĕсем Тамарăсен тĕлне çитрĕç,

— Эппин… ан та кала… Хамах ăнланатăп пулĕ… — терĕ хĕр ача хăвăрт, Валентин çине пăхмасăр. Юлашки сăмахне вăл хапха умĕнче каларĕ, вара кил картине вирхĕнчĕ. Валентин çул варринчех тăрса юлчĕ, пĕр хушă шанлатса хупăннă кĕçĕн алăк çине пăхса тăчĕ, унтан чупсах малалла вĕçтерчĕ, питрен-куçран вут тăкăнчĕ, куç уймăлчĕ, ылмашрĕ.

Тамарăран Валентин тепĕр эрнерен çыру илчĕ. Унта пĕр сăмах çеçчĕ: «Да!.. Тамара». Ку «да» мĕне пĕлтернине вĕсем çĕр çинче иккĕш çеç ăнланнă.

Çакăн хыççăн вĕсем пĕтĕмпе те пĕрре çеç иккĕш пĕрле шкултан таврăнчĕç. Ун чух пĕр-пĕринчен пĕр чалăш аякра утрĕç, пĕр-пĕрин çине те куç уçса пăхмарĕç, сăмах хушмарĕç… Кайран тата вĕсем шкула кайнă чухне е шкултан таврăннă чухне çулсем майлă пуласран та çыхланчĕç. Валентин хăйсен тĕлнелле çывхарнине курсан Тамара тÿрех каялла кил картине чăматчĕ. Валентин та шкултан юри Тамара умĕн е ун хыççăн тухма тăрăшатчĕ.

Валентин шкула Тамарăсен пахчи хыçĕпе çÿреме тытăнчĕ. Çав вăхăтрах Валентин хăйĕн Тамара енне туртăм пĕтсе пынине, темшĕн Рая асран тухманнине сисрĕ.

Пĕрре çурхи кун, çĕмĕрт-чие çеçке çурсан, каç еннелле Валентин умне пахчаран Тамара сиксе тухрĕ.

— Атя кĕçĕр кино курма каяр, — терĕ вăл хавассăн.

Валентин килĕшрĕ.

… Вĕсем кинора иккĕш икĕ çĕрте ларчĕç; киноран тухсан, вăрă тунă çынсем пек, иккĕшĕ икĕ çулпа кайса каллех пахча хыçĕнчи çырма хĕрринче тĕл пулчĕç.

… Вĕсем чылайччен хире-хирĕç пăхса, ним тума пĕлмесĕр аптраса тăчĕç. Хире-хирĕç пăхса та мар — Валентин мĕн те пулин çавăрса калас тесе сăмах шырарĕ. Анчах темĕнле ăш вĕççи пуçа ним шухăшласа илме те памарĕ кăна мар — ăса пĕтĕмпех пăтратса ячĕ. Тамара çĕрти пĕр çавра патака урипе пусса йăвалантарчĕ. Енчетрен куçсем хирĕç пулсан иккĕшĕ те вĕсем самантрах пуçĕсене аяккалла пăрчĕç, çакна хăйсем те сиссе тата ытларах хĕрелсе, çухалса кайрĕç, иккĕшĕ те куç уçайми канăçсăрланчĕç.

— Атя утар… — терĕ Тамара юлашкинчен çак кăйттă саманта текех тÿссе тăраймасăр.

Валентин сасартăк тăна кĕрсе çырма хĕррипе утса кайрĕ.

— Атя, — терĕ вăл утма тытăнса.

Вăл пачах хăйшĕн те ют сасăпа каларĕ. Ку сасăран вăл хăй те тĕлĕнчĕ. Кунта именÿ те, айванлăх та, суйни те, юратни те пурте пурччĕ.

— Ăçта? Пĕркунхи çулпа-и?

Хĕр ача шăппăн ыйтрĕ, пăшăлтатса. Пĕркун вĕсем сукмакпа аслă çул çине утнăччĕ.

— Çук, урăххипе…

Вĕсем шыв хĕррипе пычĕç. Çырмана чупа-чупа анчĕç, каллех хăпарчĕç. Тарăнах мар варака кĕрсе тухрĕç. Пĕр-икĕ тĕлте такамăн пахча карти урлă каçрĕç… Тамара питĕ васкарĕ, каялла та пăхмарĕ. Валентинран вăл пĕр утăм малта пычĕ. Валентин та васкарĕ, хăш-пĕр тĕлте Тамарăран иртсех кайрĕ, унтан каллех хĕр ачана аран-аран çеç ĕлкĕрсе пычĕ. Ăнсăртран Валентин ун хулĕ çумне сĕртĕнсе илсен — хĕр ача кăрт! сикрĕ те тата хăвăртрах утрĕ. Ăçта васкаççĕ вĕсем? Куна вĕсем хăйсем те пĕлмерĕç. Часах вĕсем ял тулашĕнчи мăн кĕпер çине пырса тухрĕç.

Хĕр ача кунта çитсен, сывлăш çавăрма пек чарăнса, карлăк çине чавсаланчĕ. Валентин унран икĕ утăм мала иртрĕ.

Кĕпер айĕнче шыв шăнкăртатрĕ. Шыв юххи çине уйăх çути ÿкрĕ. Ылтăн шыв юххи пĕтĕрĕнчĕ, явăнчĕ, сÿтĕлчĕ. Тамарăн çивĕт вĕçне те çил яврĕ, сÿтрĕ, суйларĕ…

… Валентин хĕр ачана аллинчен тытрĕ те хăй çумне туртрĕ. Çакă темĕнле кĕтмен çĕртен те сарăмсăр пек пулса тухрĕ. Хĕр ача пуçне аяккалла пăрса хăрах аллипе Валентин кăкăрĕнчен тĕреленчĕ. Валентин хытăрах туртрĕ те — хĕр ача кăрт! сиксе ун енне çурăмĕпе çаврăнса тăчĕ. Валентин вара самантрах ун аллине вĕçертрĕ.

Вĕсем пĕр самант ниепле те сывлăш çавăрса яраймасăр йывăррăн сывласа, иккĕшĕ икĕ еннелле пăхса пĕр-пĕринчен ик-виçĕ утăмра тăчĕç.

— Тамара…

Хĕр ача чĕнмерĕ.

— Эсĕ йăнăшмастăн-и?

Куна пачах Валентин мар, Валентин çăварĕпе такам, питĕ киревсĕр те йĕрĕнчĕкскер, каларĕ. Пит-куç çунса тухать. Хĕр ача — хăй çумнелле Валентин çывхарнăçемĕн — хуллен-хуллен аяккалла тарса пычĕ. Валентин чарăнсан хĕр ача та чарăнчĕ.

Вĕсем çапла пĕр хушă шăпăрт тăчĕç.

— Тамара, сана… ахаль çеç çапла… туйăнать пулĕ?

Хĕр ача сасартăк хирĕç çаврăнчĕ те Валентина хĕрлĕ тулли уйăх çутинче пĕр хушă чăрлаттарса куçран пăхрĕ.

— Эпĕ тухмастăм та эппин!.. — Хĕр ача сасси чĕтренчĕ. — Эсĕ ху… ху… юратмастăн! Шанмастăн пулсан — юратмастăн!

Тамара вăрт! çаврăнчĕ те кĕпер çинчен чупса тухса тĕттĕмре çухалчĕ. Валентина чылайччен хĕр ачан ура сасси илтĕнсе тăчĕ.

Чылайччен илтĕнчĕ вăл… Малтан çывăхра, кайран аякра-аякра. Ăна итлесе тăрсан-тăрсан чунра çав тери хурлă пулса кайрĕ. Темшĕн мĕнпур вăйпа кăшкăрса ярса хурланса макăрас килчĕ.

Валентин карлăкран вĕçерĕнчĕ те пĕтĕм вăйне пухса ун хыççăн вĕçтерчĕ. Акă инçе те юлмарĕ. Хĕр ачан ура сасси те йăнман-ха. Анчах Валентин такăнса ÿкрĕ. Каллех тăрса чупрĕ. Çул ăна таçта хирелле сулăнтарать. Çулĕ вĕçĕмсĕр. Малта нимĕн те курăнмасть.

Ку вăл кайрантарах тĕлĕкре çаплаччĕ… Ун чухне Валентин карлăк çумĕнчен те уйрăлмарĕ. Хĕр ача пĕр самантлăха чарăнса çаврăнса та пăхрĕ, анчах Валентин çаплах карлăк çумне таянса тăнине кура чупсах кайрĕ.

… Валентин чылайччен анра-сухраланса тăчĕ. Уйăх та, сасартăк хăйĕн хăш енне каймаллине манса кайнă евĕр, тăна кĕме хăтланса, кĕпер çине ыйтуллăн пăхрĕ, унтан, çемçе пĕлĕт ăшĕнче пута-пута, çул урлă каçрĕ.

Акă унтанпа ĕнтĕ пилĕк уйăх çуралса кивелнĕ, каллех çĕнĕ уйăх тухрĕ. Тамарăпа вăл унтанпах пĕрре те куçа-куçăн тăрса калаçман…

Мĕншĕн улталарĕ-ха ăна Валентин ун чухне? Хăйне те улталарĕ мар-и? Çавна пула вăл лайăх юлташа çухатрĕ. Валентин, эппин, киревсĕр çын пулса тăчĕ? Ултавçă?

Çук! Капла юрамасть! Эппин, çакăн çинчен тĕппипех, ним туймасăр хăйне каласа памалла! Вара, тен, каллех малтанхи пек юлташла çыхăну сыпăнĕ.

Валентин вара Тамарăна çыру çырса пачĕ… Вăл çапла шутларĕ: Тамара вĕçне çити итлесе пĕтеретех, каçаратех — каçармалла. Ун чухне Валентин айван пулнă-çке, мĕншĕн-ха çав айванлăхшăн юлташлăха татас? Кайран, тен, çав юлташлăхран туслăх та çуралĕ, кам пĕлет, тен, айванла мар урăх туслăх та…

Кирек мĕн те, çав çыру хыççăн Тамара çапла улшăнса каясса, учителе кÿрентерессе сунманччĕ Валентин.

«Тамарăна Елена Сардоновна класран кăларса ярсан… » — çакăншăн Валентин хăй айăплине ăнкарса илчĕ.

Унăн чĕри ыратса хĕсĕнчĕ; нихçанхинчен те ытларах халь Тамарăпа куçма-куç тăрса калаçас килчĕ.

Улттăмĕш сыпăк

Елена Сардоновна учительте ĕçлеме нимĕнле институт та, училище те, курс та пĕтермен. Вăл Тăван çĕршывшăн вăрçнă аслă вăрçă вăхăтĕнче вуннăмĕш класс пĕтерсенех учительте ĕçлеме тытăннă. Ялта унăн çирĕп килçурт, пахча, ĕне качка пулнă. Ăна хăйĕн хушма хуçалăхĕнчен уйăрса вĕренме яма та, шкултан кăларма та май килмен. Шкулта вăл малтан чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, халĕ ăна тата нимĕç чĕлхи панă. Учительсем те ăна хисеплесех кайман, пур кирлĕ-кирлĕ марах директор патне çитернĕшĕн — тарăхнă та. «Унпа сăмахлама чĕлхе те, хайла та çитерме çук», — тенĕ. Урокра хăйне тыткалас енĕпе те вăл часчасах педагогика ви çинче н, учитель картинчен туха-туха кайнă. Ачасемпе тÿрккес калаçнă. Вăл тăваттăмĕш çул ĕнтĕ институтра заочно вĕреннĕ — ниепле те виççĕмĕш курса пĕтереймен. Урокĕсене кивĕ, йăлăхтармăш меслетпе ирттернĕ. Унăн çăварĕнчен паянхи куншăн кивелнĕ, якалса тĕссĕрленнĕ сăмах çаврăнăшĕссмех, çавăрса çитереймен мăтăк шухăшсемех тухнă. Комсорг Рая хăй те çак учительницăна питех хисеплемен. Ун урокĕнче чăтма çук кичемрен ыйхă килнĕ. Учителе хисеплеме кирлипе çеç Рая ун урокĕнче те йĕркеллĕ ларнă. Çапах учитель учителех. Чăнах та, Тамарăна вăл парта хушшинчен тÿрккессĕн туртса кăларчĕ ĕнтĕ, кикене кĕрсех капла хăтланма кирлĕ марччĕ. Çапах вăл Тамарăшăн та вĕрентекенех. Ма кÿрентермелле-ха ăна?

Юлашки вăхăтра Тамара, чăн та, ытла чĕкелсе кайрĕ, паллама çук улшăнчĕ. Шкулти ĕçсене те хутшăнмасть. Пĕр ачапа та этем шутлă калаçмасть, килĕштереймест. Паян тата вăл шкула килмен, халĕ ак вечерта пур.

Çук, унпа пĕрре чун татса калаçса пăхмалла: мĕн шутлать вăл?

Рая, чи малти ретре лараканскер, хыçалалла çаврăнса варринерехри парта хушшинче ларакан Тамара çине пăхса илчĕ.

Иккĕмĕш хутри коридор вĕçне партăсем лартса сцена майя аштарнă та, икĕ хĕр ача акробат номерĕ кăтартрĕ, кун хыççăн спектакль пуçланчĕ.

Спектакль пĕтсен Рая ура çине тăчĕ те партăсем тăрăх пăхса Тамарăна шыраса кайрĕ. Тамара, тин çеç кунта ларнăскер, йăп пулчĕ; халĕ ниçта та курăнмарĕ.

— Голубевăна курман-и? — ыйтрĕ алăкран кĕрекен Валентинран.

Валентин темшĕн çилĕллĕ те пăшăрханчăк сăнлă. Куçĕ ялкăшса тăрать.

— Çук, — терĕ вăл сÿрĕк кăмăлпа хăйне ку ыйту пач тивмен пек.

— Мĕн эсĕ? Макăрман пуль? — тĕлĕнчĕ Рая Валентина пит-куçран пăхма тăрăшса.

Валентин урăх ним шпрламасăрах пăрăнса каясшăнччĕ — ăна Рая çаннинчен тытса чарчĕ.

— Тăхта-ха, — терĕ вăл. — Чăн та, мĕн пулнă сана?

— Кай, — терĕ Валентин хĕр ачаран вĕçерĕнсе, вара çапла хушса хучĕ: — Вăл киле кайрĕ…


Валентин калани тĕрĕсех пулман, мĕншĕн тесен Тамара киле каймарĕ…

Рая Валентина куриччен пĕр минут каялла шкул картлашки çинче акă мĕн пулса иртрĕ.

…Валентин зал ран тухрĕ те картлашка тăрăх пĕрремĕш хута аннă чух кĕтмен çĕртен Тамарăна асăрхарĕ. Валентина курсан лешĕ карлăк çумне пăрăнса тăчĕ.

— Мĕн пĕчченех эсĕ? — терĕ Валентин хăйсем туслă чухнехи пек.

— Мĕн, санпа тăмаллаччĕ-им? — уçкăртрĕ хĕр ача.

Валентин, çухалса кайса, сассине сасартăк улăштарчĕ.

— Ма манпа? Ачасемпе, — тавăрчĕ вăл илтĕни-илтĕнми хуллен.

— Сана мĕн ĕç? Кирек кампа тăрам! — касса татрĕ хĕр ача малтанхи пекех тарăхса. — Эсĕ мĕн тума чарăнтăм кунта? Кай!.. Кураймастăп сана эпĕ!

— Тамара! — терĕ Валентин шиклĕн. — Ман санпа

калаçмалли пур… Эпĕ унта йăлтах уçăмлă çырман. Эсĕ ман çырăва тĕрĕс ăнланмарăн пулас…

Хĕр ача — иртнĕ çуркуннехи майлах — Валентина хирĕç вăрт! çаврăнса тăчĕ.

— Анлантăм! Ăнлантăм! — терĕ вăл хăвăрт. — Йăлт ăнлантăм! Йĕксĕк эсĕ!.. Ултавçă, суеçĕ, киревсĕр!

Тамара çапла каласа тăкнă хыççăн картлашка тăрăх курнăçланарах та мăнаçлăн утса анчĕ. Вăл шкул кил картинчен тухрĕ те сăртран анакан сукмакпа çÿлтен кайнă çын пек ĕшенчĕклĕн утрĕ.

… Тамара халь хăйĕн мĕнпур чун ыратăвĕ мĕнрен килнине пĕлет ĕнтĕ. Малтан çакна пĕлмен чухне унăн сăлтавне вăл çут çанталăкра, хăй курман-илтмен çынсенче шыранăччĕ.

Ача чухнехи хаваслăх тарнăшăн та, çанталăк тĕксĕмленнĕшĕн те — пуриншĕн те, пуриншĕн те пĕр çын айăплă! Пĕтĕм çилĕ ун çине тăвăнать. Вăл çынна тавăрас килет. Унăн чунне те çапла ыраттарас килет. Ку çын вăл — Валентин. Анчах мĕнле ыраттарăн-ха ăна? Шăм-шак, ÿт-пÿ ыратни — чун ыратни мар-çке. Ку вăл чун ыратнинчен урăхларах.

Тамарăн темшĕн-çке — çакна тума хăй вăйсăррине туйса-и — ăш кÿтсе тулса çитрĕ те, чун хурланчĕ,

… Çапла иккен вăл пурнăç! Мĕн ачаран ĕмĕтленнĕччĕ Тамара чăн-чăн лайăх тус, пысăк туслăх, майĕпен хĕрÿ юратăва куçакан туслăх çинчен. Чăн-чăн пысăк туслăх вăл çакăн пек лăпкă пурнăçра çук та пулĕ. Вăл пысăк ĕçре, пысăк кĕрешÿре, тен, хаяр вăрçă вутĕнче çирĕпленнĕ çыхăнура çеç пулать-тĕр. Тен, вăл пин çулта пĕрре тĕнчене ки-лекен гени пек çеç çуралать? Ак çак кулленхи пурнăçра ытларах чухне, тен, тĕссĕр те илĕртÿсĕр пĕчĕк туслăх çеç — «юрату пекки» — тĕл пулать пулĕ? Вăл Тамара ăнланăвĕнчи пекки мар иккен. Тамара ăнланăвĕнчине çак халь куллен харпăр çыннăн палăракан туслăхпа (ку чăн-чăнниех тесе ĕнентерсех ĕнентереççĕ) танлаштарсан вăл чăннăннин ĕмĕлĕ çеç темелле. Санăн ку чăн-чăн туйăм мар, эсĕ ăна курман, чăн-чăнни вăл вăйлăрах, хĕрÿрех тесе сивлесе тăкасран çеç — хăйне çакăн пек «кÿрентернине» тÿсеймесĕр — вăл (пысăк туйăма тÿссе курман, тÿссе курнă та пултарайман çын) ку чăн-чăн турăмах ман тесе сÿтĕленет, хăйне тÿрре кăларса пĕчĕк туйăма чи пысăк туйăм тесе сăрласа кăтартма, ăна, чăн-чăннин ĕмĕлкине, ку вăл япали хăех тесе ыттисемшĕн ĕмĕт çути тума пăхать. Пĕрре кăна илтнĕ-им Тамара хĕрсенчен «Эп çав качча юрататăп» тенине… Чăн-чăн туслăхпа юрату çапла çеç-и вара?

Чăн-чăнни, тен, Тамарăн та пулмасть? Тамара кăшт чун турти и нех, кăмăл вылявнех — суя туйăма — чăн-чăнни вырăнне йышăнмасть-и? Сăмахран, Валентин енне Тамарăн мĕнле туйăм-ши? Ку чăн-чăнни тейĕпĕр. Апла Тамарăн та, тен, тĕрлĕ романсенчи пек, Валентин сивĕннĕшĕн йĕмеллеччĕ, ăнсăр пулса ÿкмеллеччĕ? Тамара куншăн ăнтан кайса ÿкес çук-çке. Пачах урăхла — ăна халь çилĕ килет! Апла пулсан Тамара ăна юратман пуль нихçан та? «Юратман»? Тивĕç пур-и-ха Тамарăн «юрату» тесе калаçма? «Тамара юратать» тени вăл «пулă юрлать», «калта вĕçет» тенипе пĕр мар-и? Тамара пек ахаль çынсен, тен, пĕтĕмпе те кăмăл вылявĕ çеç пулать пулĕ. Амăрт кайăк «çунат» тенĕрен каппайчăк ыраш пăтри «манăн та çунат пур» тени пек çеç пулĕ ку…

Мĕнле-ха капла? Апла Тамара хăйне хăй çеç улталать!

Тамара хăйĕн туйăмĕсене ыттисенчен хăватлăрах, хĕрÿрех, çирĕпрех тесе шутлатчĕ, вăл куншăн — хăйне çут çанталăк çавăн пек пысăк туйăм панăшăн — савăнатчĕ, хăй çакăнпа ыттисенчен уйрăлса тăнăшăн мăн кăмăлланатчĕ.

Эппин, Тамара ытти ахаль çынсенчен нимпе те уйрăм мар. Тамарăн Валентиншăн вăраннă туйăмĕсем пек туйăм кашни улах ачинех пулать!.. Вĕсен те-çке кулянма, пăшăрханма, чун-чĕрепе çунма, хĕрхенме Тамарăран кая мар тахат çитет. Хăйсене хăйсем вара вĕсем эпир те «юрататпăр» тесе ĕненсех улталаççĕ. Апла пулсан мĕншĕн-ха çав никамăннинчен те уйрăм мар туйăмсене шутсăр пысăк хака хурса кăкăрта такам пĕр çын валли упраса усрамалла? Тен, сана хăвăнни пысăкăш туйăм тавăрса парайман çын валли те? Хăвăн мĕн пуррипе çырлахмалла-тăр. Пысăк туслăха ĕмĕтленсен ăна, питĕ сайра тĕл пулаканскерне, çĕр çинче тупаймасăр телейсĕре юлатăн. Телей вăл ху мĕн чухлĕ мĕскер ĕмĕтленнине тупни мар-и-ха? Пĕчĕкрех ĕмĕтленсен ăна тупма ансатрах, вара ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитет. Ĕмĕт çитни мар-и-ха вăл телей тени çĕр çинче?..

Таçта каçа юлса шыв ăсма каяканăн пушă витрисем кăринклетсе йынăшрĕç, кăшт тăрсан пушă витре шăп çĕр çине перĕнсе чанклатни, пирчек юр ура айĕнче кăштăртатса ванни илтĕнчĕ, унтан пусă тараси лăй-лай туса сасă пачĕ.

Сивĕ тÿперен, шăлсăр аптранă карчăк хура тутăрне хăрах пит çăмарти çинченех çыхса лартнă пек, катăк уйăх ĕшенчĕклĕн пăхать. Йăмра çинчен, лĕкĕ юхнă пек, кас-кас пас тăкăнать.

Тамара, çакăн пек шухăшсемпе пăтранса, хăй паçăрах йăмра кутне тăнине шăм-шак шăнса сÿсĕнсен тин тăна илчĕ.

Чуна салху пулса кайрĕ.

Ăçта хаваслă-ши халĕ? Тен, шкулти вечертах лайăхчĕ? Унта, паллах, çак пас тытнă йăмра айĕнчи пекех мар ĕнтĕ. Анчах унта Валентин! Çĕр çинче чи курайман çын! Тамара шкула кайса каллех Валентин куçне тăрăнать-и вара? Тен, киле каяс? Ун амăшĕ халь, ахăртнех, шурă çип сÿгет-тĕр. Тамара пÿрте кĕрсен ĕнтĕ вăл аллинчи ĕçне сак çине хурать. Вара хурлă сасăпа хăйĕн вил хÿххи майлă юррине пуçлать: «Ăçта çÿрерĕн ара, хĕрĕм?.. »

Ăçта чун канĕ-ши, чăн та?

Тамара сасартăк йăл кулса илчĕ: ăна Вальăн шăллĕ Коля аса килчĕ. Унран ырă ача ялта та урăх çук пулĕ. Селпÿ чĕлхи хăех пĕр ылтăн. Питĕ сывлăхлăран «икĕ чĕреллĕ» теççĕ ăна. Вăл сак çине хăпарса тăрать те пĕр ури çинчен теприн çине ылмаш пускаласа енчен енне сулкаланать. Зоопаркри пĕччен упа, тигр, урăх тискер кайăк çавăн пек малти урисем çинче сулкаланса тăраççĕ. Пĕчĕк ачасем те çавăн пек. Кунта, тен, çут çанталăкăн хăйне евĕр пĕрлĕхĕ пур-тăр: малашлăх çинчен ним шухăшламасăр çак самантри ырлăхпа — тутă хырăмпа, пÿрт ăшшипе киленни е кичемрен хăйне хăй йăпанни…

Таçта тискеррĕн кушак çухăрса ячĕ те — Тамарăн çан-çурăм сăрăлтатса çÿçенсе илчĕ. Хĕр ача хыпаланса ÿкрĕ, çырмаран чупса анчĕ те аслă çулпа кăшт анаталла ансан ултă кĕтеслĕ çурт хапхине пăрăнса кĕчĕ.

Валя килте пĕчченех пулчĕ.

— Ой, Тамара! — терĕ вăл хĕр ачана тÿрех мăйран ыталаса илсе. — Мĕн тери кĕтрĕм эп сана паян! Ларатăп ак — эс те çук. Кăмăл пăтранса килчĕ.

Тамара вăйранах куланçи тукаласа Вальăран вĕçерĕнчĕ те пальтине хывса çакрĕ.

Валя пит тавçăруллă, сисĕнкĕллĕ хĕр мар, çавăнпа вăл Тамара сăн-питĕнчи улшăнăва та, унăн кăмăлĕ пусăрăнчăк-раххине те асăрхамарĕ. Вăл çур çул хушши тÿпене уйăх хăпармасан та «мĕншĕн ку çапла! » тесе ыйтма чухламĕччĕ. Унăн мĕнпур сăн-питĕнчен темĕнле ним шухăшсăрлăх, маншăн пурпĕрех текен тÿлеклĕх тапса тăрать. Куншăн вара пур ăçтиçукран сăмах туса пакăлтатнă тата çапах та, халăх халапĕсенчи хĕрт-сурт пек, кĕсле каланă майлă çемçе юрăсене юратать. Тамара çакăншăн хисеплет те ăна.

Валя тÿрех пакăлтата пуçларĕ.

— Килте пĕчченех-ха, — терĕ вăл тĕпел кукринче хайлаллă йĕпе алапа çаврăнкаласа. — Сăра тунăччĕ. Сĕртĕм. Анне дежурствăра, çур çĕр иртсен пĕр виçĕ сехетсенче тин таврăнать…

— Сирĕн Коля ăçта? — ыйтрĕ Тамара Валя пакăлтатни не хăлхана та чикмесĕр.

— У-у, Коля çук ĕнтĕ халь, — каларĕ Валя савăнăçлăн. — Ача садне ăсатрăмăр. Эрнере пĕрре çеç киле таврăнать ÿлĕм.

Тамара пĕр ăстрăм чĕнмерĕ.

— Çĕвĕ машини те курăнмасть-тем сирĕн паян? — йĕритавралла пăхкаларĕ Тамара. — Сăмса тутри хĕрри пÿклемеллеччĕ ман…

— Аппа илсе кайрĕ çав ăна, — тавăрчĕ Валя.

Тамара кантăк çинелле пăхса ларчĕ.

— Валя, — чĕнчĕ вăл тепĕр авăкран, — ку мĕн сан?

Валя чупса пычĕ те алăпа çырнă çĕтĕк кивĕ кĕнекене

Тамарăран туртса илчĕ.

— Юмăç кĕнеки. Маруçран илсе килтĕм. Пăхар-и? — терĕ вăл, вара кĕнекен пĕрремĕш листине уçса сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.

— Пăхар, — килĕшрĕ Тамара. — Мĕн суйма пĕлет вăл?

— Суять сана! — терĕ Валя шурă хутпа кăранташ шыранă май. — Суймасть вăл. Тĕнчере пайтах çавăн пек вăрттăн япала. Эсĕ куна тĕшмĕш тетĕн пулĕ? Нимĕн чухлĕ те тĕшмĕш мар. Сăмахран, асăрханă-и, хăвăн умăнта пыракан çын çине хыçран хытă-хытă тинкерсе пăх — тÿрех каялла çаврăнса пăхать.

Валя Тамара умне хутпа кăранташ хучĕ.

— Акă, — терĕ вăл, — асăнта шухăшла та ху мĕн пĕлес тенине çак хут çине ним шутламасăр йĕркипе патаксем туртса тух — тăватă рет, вара тăватшар патакăн чĕрсе пăрах.

Тамара Валя кăтартнă пек патаксем туртса тухрĕ те тăватшарăн-тăватшарăн чĕрчĕ, ретсенчи тăватта çитеймесĕр юлнă патаксен хисепне уйрăммăн çырчĕ. Унăн вара 0, 1, 3, 2 хисеп шучĕсем пулчĕç. Валя вĕсене 01—32 туса çырчĕ те çав хисепе кĕнекере шырарĕ.

— Ытлашши пысăка ĕмĕтленетĕн: савмасть, — вуларĕ Валя кĕнеке тăрăх.

Тамара кăрт! сиксе пит-куçне пĕркелентерчĕ.

— Эй, пĕлмест вăл, — терĕ хĕр ача хăвăрт ура çине тăрса. Вăл тĕкĕр умне пырса тăчĕ те икĕ çивĕтне малалла туртса тĕкĕр витĕр пăхрĕ, унтан тĕкĕр çинчи сăнне, пĕчĕк ача пек, чĕлхе кăларса кăтартрĕ.

— Кирлĕ тата вăл мана! Халь ир-ха…

— Тепре пăхар-и? — сĕнчĕ Валя.

— Кай!

Хĕр ачасем пĕр хушă сăвă-юрă альбомне пăхкаласа ларчĕç. Тамарăна юрăпа юрă хушшине çырса хунă каларăшсем кăсăклă пек туйăнчĕç. Вĕсем, тĕрлĕрен кĕнекесенчен çырса илнĕскерсем, ытларах — юрату çинчен. «Любовь — не вздохи на скамейке и не прогулки при луне» тет пĕр каларăшĕ. «Умри, но не давай поцелуя без любви» тет тепри.

Альбома уçкаласа тухсан Валя тĕпеле чупса кайрĕ.

— Эпĕ сана ăшă сăра ĕçтерем-ха, тин сĕртĕм, — терĕ.

— Уй, ан ухмахлан, — терĕ Тамара. — Эп нихăçан та ĕçмен.

— Ĕçмен? Кай, ухмах! Вăл чей вырăнне çеç-çке.

Валя тĕпелтен сăра ленкесĕ йăтса тухса сĕтел çине лартрĕ, кукăль касрĕ, стаканссне сăра тултарчĕ те пĕр стаканне хăй тытрĕ, теприне Тамарăна сĕнчĕ.

— Учительсем пĕлсен ĕнтĕ — пĕтереççĕ, — терĕ Тамара, вара вăл чупса кайса урам енчи чÿрече каррине лайăхрах туртса карчĕ, каялла сĕтел патне таврăнса стаканне тытрĕ, хăй ĕçичченех ы-ых! тесе çÿçенсе илчĕ, тутанса пăхрĕ те кулса ячĕ: — Э-э, ку пылак япала çеç-çке. Эп йÿçĕ тесе.

Хĕрсем стакансене пушатрĕç те ăшĕ тăкăнасран икĕ алăпа тытса пĕр хушă кукăль касăкĕсемпе тăрмашрĕç,

— Пирĕн шкула студентсем практикăна килнĕ халь, — пĕлтерчĕ Тамара пĕр хушă шăпăрт ларса кукăль çинĕ хыççăн. — Пирĕн класри — каччă, Геннадий Васильевич ятлă. Çав темшĕн мана сăнанă пек туйăнать.

— Юратса пăрахнă вăл сана, эппин, — терĕ Валя Тамарăн стаканне татах сăра тултарса.

— Ухмах, — терĕ Тамара. — Учительсем те юратаççĕ-и вара?

— Ĕç тепре.

— Аюк! — пуçĕпе хирĕçлесе сулларĕ Тамара.

— Эппин, кукăль çырт.

— Тавах, çирĕм ĕнтĕ.

— Итле-ха, Тамара, Маруç хĕрĕх чĕрнеллĕ тет…

— Аташассипех эс!

— Аташасси сана! Эп хам çапла пулса тăрас пулсан-и? Уйăхшăн, хĕвелшĕн хам пуçа хам…

— Кай… Кам калаçтарать-çке сана çавăн пек сăмах? Чĕлхе вĕçне килни — пуç вĕçне килет тет.

Кун хыççăн вĕсем каллех альбом тытса ларчĕç. Унтан Тамара альбома пăрахрĕ те Вальăна мăйĕнчен ыталаса илчĕ.

— Ой, Валюçă, — терĕ вăл пичĕпе Валя пичĕ çумне сĕртĕнсе. — Эсĕ мана сăра мар, темскер ĕçтертĕн пулмалла?

— Мĕншĕн? — терĕ Валя.

— Ой, эсĕ нимĕн те пĕлместĕн. Мана халь çав тери аван пулса кайрĕ. Чăн та! Акă сана пăхатăп, йĕри-тавра… Темĕнле ырă тĕлĕкри пек! Ача чухне тахçан тĕлленнĕ тĕлĕк куç умне

тепĕр хут тухса тăнă пек! Тĕлĕк те мар, пурнăçах-ха, анчах темшĕн вăл ялан çакăн пек мар.

Валя хăйĕн хĕр тусĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Тамара сÿтĕлсех кайрĕ.

— Валя, Валя! — терĕ вал малалла. — Пĕлетĕн-и, халь мана мĕн аса килчĕ? Ача чухнехи пĕр илемлĕ ир… Ирхине хĕвелĕн малтанхи пайăркисем çурт тăрринчен шуса анаççĕ те — кантăкран кĕреççĕ, вара икĕ чÿрече мĕлки лапкăшĕпех стена çине ÿкет те тепĕр стенаран та кантăк каснăнах туйăнать, çутă-çутă… Тулта вара, кил картинче — сулхăнрах иккен. Кăшт сивĕ çил вĕрет. Ман çине йăмра мĕлки.., хĕвел çути те тин çеç картлашка çинчен çĕрелле анать-ха. Курăк çинче — тăп-тулли сывлăм, алла сатăратăн та — шыва чиксе кăларнă пек йĕпенет. Уçă хăй… Пĕтĕм кил карти сывлăмне пуçтарса тухатăп. Пите те çавăнпах сăтăратăп. Тÿпе вара… те хĕвелĕ йăмра хыçĕнчен куçа шартманнипе — кăнкăвак! Кăн-кăвак, Валя!.. Хăш чухне сивĕрен кун çурла уйăхĕн вĕçнелле çавăн пек пулать. Ун чухне çил сасси те улшăнать, темĕнле кĕрхи сасă… çупа кĕр тавлашнă вăхăт-и вăл… Темĕнле сывлăш çулăмĕ пырса çапать те — пĕр касси сивĕ, тепри вĕри… Ман ăшри кăмăл та халь юлашки вăхăтра çав çурла уйăхĕнчи çанталăк пек… Ой, Валя, эсĕ ăнланмастăн мана! Аван! Валентинсăрах аван çĕр çинче! Валюç, э, Валюç! Юрлар-и, Валюç?

Хĕр ачасем урмăшнă çинçе сасăпа: «Таня, Таня, Танечка! » — тесе юрласа ячĕç. Тамарăн сасси уйрăмах çинçелнĕ.

На Танечку внимания Никто не обращал.

Не может быть, представь себе —

Никто не обращал… —

юрларĕ вăл сассине çак тĕлте хăпартса. Унтан вăл каллех Вальăна ыталаса илчĕ.

— Пĕлетĕн-и, Валюç, — терĕ вăл. — Арçын ачасем çав тери ултавçă иккен… Валентин та çавнашкал тесе эпĕ ăша та илмен.

— Саватăн-и м эс ăна?

— Çук! Халь кураймастăп! Тавăрас килет ман ăна. Ыраттарас килет!

— Айван эс, Тамара! — терĕ Валя. — Мĕн тăван çав йĕпе сăмсапа? Каччăсем вĕсем хĕрсене тепĕр каччăпа çÿренине курсан питĕ тарăхаççĕ, тин вара юрата пуçлаççĕ.

— Чăнах-и?

— Айван, — терĕ Валя каллех, унтан кĕтмен çĕртен çапла сĕнчĕ: — Атя клуба каяр. Ташлама пĕлетĕн-и эсĕ? Атя.

— Атя!..

Хĕр ачасем пĕр çаврăм вальс ташласа пăхрĕç. Тамара вара хыттăн кулса ячĕ те пуçне Валя кăкăрĕ çине чикрĕ.

— Каяр часрах, — терĕ вăл.

Кăмăлĕпе çĕкленсе кайнă хĕр ачасем хаваслăн шуйхатса вăр-вар туми анчĕç те клуба тухса утрĕç.

… Клуб умĕнче икĕ яш çын, ялккас калпаклăскерсем, пăр катăкне хире-хирĕç тапкаласа тăраççĕ. Матрос тумĕ тăхăннă йĕкĕт хĕр ачасене курсан пăр катăкне вĕсен еннелле тапса ячĕ.

— Туп-йытăлла! — кăшкăрчĕ вăл аллине теветлĕн сулса. — Йытă хĕрсенче!

«Йытă» Валя ури айне кусса кĕчĕ, Валя ăна каялла матроса тапса пачĕ те, лешĕ «йытта» хуллен-хуллен шутарса пырса унпа Тамарăна хăвала пуçларĕ. Тамара хаваслăн шуйхатса, ахăлтатса Валя тавра тарса çаврăнчĕ.

Çиччĕмĕш сыпăк

Тамара «Геннадий Васильевич студент практикант мана сăнанă пек туйăнать» тенинче тĕрĕсси пулнă. Геннадий Васильевич ку хĕр ача çинчен психологилле характеристика çырма хатĕрленнĕ, çавăнпа ăна пур енчен те сăнама, тĕпчеме тăрăшнă. Вăл Тамарăсем патĕнче те пулнă, Тамара пирки ăçта май килнĕ унта, камран май килнĕ унран ыйтнă.

Психологилле характеристика çырма вăл, тен, ку хĕр ача çинче чарăнман, пачах урăх ача суйласа илнĕ пулĕччĕ-и, анчах Тамарăн студентсем практикăна килнĕ кунхинех Гена куçĕ тĕлне лекмелле пулчĕ.

Студентсен практикăри малтанхи канашлăвĕнче студентсене классем уйăрса панă хыççăн Генăна 9-мĕш класс пуçлăхĕ Максим Миронович хăйĕн ачисемпе паллаштарма ертсе кайрĕ. Гена класлă паллашнă хыççăн урок ларсан та класрах юлчĕ. Урока шкулта чылай хура-шур курнă Вера Федоровна ирттерет.

Вера Федоровна урок ăнлантарнине ачасем пурте тăнласа итлеççĕ. Пĕр ача çеç, Гена çумĕнчи хĕр ача, учитель енне те пăхмасть. Вăл хăрах пит çăмартине ывăç тупанĕ пе тĕревлесе типĕтмелли хут çине кăранташпа тем йĕркелесе ларать. Переменăна тухас чух Гена хĕр ача умĕнчи дневник патне алă тăсрĕ, «Юрать-и пăхма? » — ыйтрĕ вăл. Хĕр ача дневникке карт! туртса илчĕ те партăна чиксе хучĕ…

Характеристика пама çак хĕр ачана суйласа илес сăлтавĕ ку кăна пулмарĕ-ха. Практика пуçлансан пиллĕкмĕш кунне Гена уроксем хыççăн учительсен пÿлĕмĕнче пĕчченех ларатчĕ. Каç сĕмĕ çапнă пÿлĕмре пысăк стена сехечĕ çеç юлхавлăн таклаттарса сасă парать. Вăхăтăн-вăхăтăн коридорта техничкăсем шакăртаткалани, таçта партăсем куçара-куçара лартни илтĕнет.

Тепĕр авăкрак учительсен пÿлĕмĕ енне вĕттĕн таклаттарса ура сасси çывхарчĕ.

Ку Вера Федоровна завуч пулчĕ.

— Эсир халĕ те кайман-çке? — терĕ вăл пÿлĕме кĕрсен сĕтел хушшине ларса. — Мĕн, класс журналĕпе паллашатăр? Юрать, юрать. Аван-ха ку сирĕнпе курнăçни, — терĕ вăл малалла. — Ну, мĕнле, килĕшрĕ-и сире пирĕн шкул? Хăвăрăн класăр епле?

Вера Федоровна ку класлă ĕçлеме Генăн хăйĕн çирĕп пулмалли çинчен, Максим Миронович, ватăлса йÿтес еннех сулăннăскер, хăйĕн пенсие каймалла пулин те учительтех ĕçлекенскер, япăх ĕç пуçĕ иккенни çинчен, вăл ачасене ытлашши ирĕке янипе класс йĕрки те, пĕрлешÿлĕх те хавшани, класс тулашĕнчи ĕçсем пăчланса ларас патне çитни çинчен каларĕ.

— Максим Мироновича ачисем хăйсем ертсе пыраççĕ, — терĕ Вера Федоровна. — Миçе хут ыйтмарăмăр пуль çĕнĕ учитель — çук та çук теççĕ. Килес çул ĕнтĕ пулатех терĕç. Хăйĕн предметне вăл — истори — лайăхах пĕлет-ха, лайăхах ăнлантарать, анчах ачасемпе ĕçлеме вара… ватăлчĕ çын, мĕн тăвас тен. Ĕçлеймест… Халь ав паян килмен те — чирлесе ÿкнĕ тет. Больницах кайса выртнă. Сирĕн, Геннадий Васильевич, çак эп каланисене йăлтах шута илмелле…

Гена ертсе кайнă ачасем улмуççи лартнă çĕртен тарса пĕтнине пĕлсен Вера Федоровна кăшт шухăшларĕ те çапла каларĕ:

— Кунта ачасем мар, хăвăр айăплă. Вĕсене йĕркене кĕртес, айтаса пырас пулать. Эсир тĕслĕх кăтартас тесе хăвăр ĕçлеме тытăннă та — ачасене тĕллеттерсе пыма маннă. Апла эпир начар ĕç пуçĕ.

Вера Федоровна ырантан декретлă отпуска каять иккен, çавна май вăл юри студент практикантсемпе калаçса ларма килнĕ. Ытти практикантсемпе вăл паçăрах калаçнă, методист хушса янă ĕçпе хулана кайнă пулнă студента акă халь тĕл пулчĕ. Геннадий Васильевича вăл 9-мĕш класри хăш-пĕр ачасемпе уйрăммăн ĕçлеме хушрĕ.

— Уроксем хыççăн хăварăр, харпăр хăй ятне ĕç парăр, килĕсене çÿрĕр, — каларĕ вăл. — Куçран ан вĕçертĕр пĕр ачана та… Урок ăнлантарнă чухне те сăмах хушшинченех ыйткаласа илĕр — çывăрса ан кайччăр. Оркестр дирижерĕ пек пулмалла учителĕн.

Сăмах Голубева Тамарăпа Савельев Валентин çине çитсен Вера Федоровна Гена çывăхнерех ларчĕ.

— Савельевшăн хăрамалли çук пулĕ, — терĕ вăл. — Голубева пирки — урăх ыйту… Вăл шанăçа çухатнă çын пулса юласран та хăратăп эпĕ. Мĕнле хĕр ача вăл? Эпĕ ăна ниепле те пĕлсе çитеймерĕм. Хăй вăл ухмах мар-ха, пултарулăхĕ те, тимĕ те çук мар унăн. Тăватăм çул вăл кунта 5-мĕш класс пĕтерчĕ — йăлт «отлично» паллăпа. Кайран каллех Куйбышев тăрăхне куçса кайрĕç, пĕлтĕр март уйăхĕнче çĕнĕрен таврăнчĕç. Халĕ пăхатăп та — «тăваттă» паллăсем те сайраланса пыраççĕ унăн. «Тăваттăлăх» вăй çеммĕнех вĕренме пултарать вăл. Унăн пуçĕпе «пиллĕк» паллăран кая вĕренмелле мар пек. Хальхаççăн тата сисĕнмеллех улшăна пуçларĕ. Уроксенче сÿрĕк ларать, шкул ĕçĕсене хутшăнмасть. Хальлĕхе шăв-шав çĕклемелли йÿтĕм çук-ха, çапах та ку учителĕн сехрине хăпартакан япала. Учительсене те шанса, хисеплесех каймасть, юлташĕсемпе тÿрмен. Мĕншĕн çапла? Ним калама та аптравлă. Çийĕнчех тытăнмасан вăл пирĕн алăран вĕçерĕнсех кайма пултарать.

Вера Федоровна шкапран журнал кăларса Голубева мĕнле вĕренсе пынине кăтартрĕ.

Хĕр ача улшăнса пыни, чăн та, курăнсах тăрать. Малтанхи кунсенче унăн «пиллĕк» паллăсем ытларах пулнă, Вера Федоровна ун чухне Голубева çинчен «тимлĕ ача, тăрăшать» тесе çырса хунă, кайран çырнисенче «хушнине тăвасшăн мар», «урока тăнласа лармарĕ» тенĕ йышшисем нумай.

— Кусем хам сăнанисем çеç-ха. Эпĕ, тен, йăнăшатăп та пулĕ. Ытти учительсенчен ыйткаларăм та, вĕсем ним те апла-капла шарламаççĕ, — терĕ Вера Федоровна малалла, унтан вăл журнала хăй вырăнне кайса хучĕ те Гена енне çаврăнчĕ. — Акă мĕн, Геннадий Васильевич, эсир сăнăр-ха, тĕпчĕр вăл ачана. Майĕ килсен — пулăшăр та. Çывăхланăр… аслă юлташ пек. Эпĕ хам унпа ниепле те уйрăмуççине тупаймарăм. Манăн хамăн вăхăтăм та çитмерĕ кун валли, асăрхани те тахçанах мар. Ку енчен илсен сирĕн пысăк майсем пур: хăвăр та халь вĕренекен шутĕнче-ха. Кун пек чух çынсем час туслашаççĕ. Ăнлантăр-и эсир мана?

— Ăнлантăм, — терĕ Гена.

— Анчах сирĕн хăвăр педагог, учитель иккенне нихçан та ниçта та манмалла мар. Тен, ăна йыш ĕçне шанса памалла, тен, класс тулашĕнчи ĕçсене хутшăнтармалла, тен, лайăх юлташ тупма та пулăшмалла пулĕ — кунта ăна сăмах вăйне кĕртме талпăнни çеç сахал. Йыш, йыш — çакна манмалла мар. Чех педагогĕ Коменский мĕн калать-ха… «Йывăç вăрманта, курăк улăхра, пулă мăн шывра лайăх çитĕнет. Çавăн пекех ача та йышра лайăх аталанать», — тет. Вун çиччĕмĕш ĕмĕртех ав мĕнле каланă…

Учительсен пÿлĕмне дежурнăй учитель пырса кĕрсен Вера Федоровна сехет çине пăхса илчĕ.

— У-у, вун пĕрмĕш сехет! — терĕ вăл. — Кайма вăхăт. Ну, çапла, Геннадий Васильевич, эпĕ сире шанса тăратăп. Йывăр килсен ан именсе тăрăр — пулăшатпăр.

… Гена тепĕр куннех Тамарăн шкулти мĕнпур хутне пăхса тухрĕ, унтан унăн килне кайса курчĕ.

Амăшĕ хĕрне вĕрентесшĕн. Чăн та, вăл кăшт иккĕленет ĕнтĕ ачи вăтам шкул пĕтерсен урăх ниçта та вĕренме кĕреймĕ тесе. Тамара кÿршĕри Валя ятлă хĕр упраçпа туслине те каласа пачĕ амăшĕ. Валя текенни виçĕм çул вăтам шкул пĕтернĕренпех ниçта ĕçлемесĕр аслă шкул ĕмĕчĕпе пурăнать-мĕн. Амăшĕ унăн уйрăм çынсемпе предприяти хуçалăхĕсене страхлакан агент, командировкăсене пит тăтăш çÿренĕ май Валя час та час киле хăй тĕллĕн çеç юлать, пĕччен çĕр каçма хăратăп тесе Тамарăна илсе каять.

Класри комсорг Рая шкулта Тамара никампа та килĕштерсе кунăçа[vii] кÿрейменни, унпа вĕçне-хĕрне тупма йывăрри çинчен, Райăна хăйне те итлеменни çинчен каласа пачĕ. Чурăс та чăркăш ача-мĕн.

Паян вара Рая çапла каларĕ:

— Геннадий Васильевич, — терĕ вăл мăн çын пек шухăшлăн сăмах пуçарса, — эпĕ ĕнер Тамарăна клубра ÿсĕр куртăм. Кайран вăл пĕр матроспа çавтăнса кайрĕ… Эпĕ малтан хăйĕнпе калаçса пăхасшăнччĕ, анчах калаçма май çук унпала. «Эсĕ кăнтăрлах симĕс тĕлĕк курса çÿретĕн», — тесе тутине мăрт турĕ те çаврăнса утрĕ. Мăн кăмăллă вăл питĕ. Мĕн тумалла халь манăн, Геннадий Васильевич? Канаш парăр-ха, тархасшăн.

— Тен, йăнăшрăн пулĕ?

… Гена, чăн та, çакна ĕненме пултараймарĕ. Анчах ăш вĕçрĕ. Акă ĕнтĕ практика пуçланни икĕ эрне иртрĕ; Вера Федоровна отпуска кайни икĕ эрне çитрĕ, анчах Гена ку таранчченех Тамара çинчен ним те уçăмлăн пĕлмест-ха, Тамарипе хăйпе те куçа-куçăн калаçса пăхман.

Саккăрмĕш сыпăк

Хăш-пĕр çын — çăва тĕпне кайтăр та — пĕрре пăхсах килĕшмест. Çынни хăй, тен, лайăхскерех-и…

Малтанхи кун хваттере пырсанах Генăна çавăн пек Митюк килĕшмерĕ. Гена хваттер шыраса çак çурта кĕрсе тăрсанах:

— Мĕн кирлĕ? — тесе ыйтрĕ вăл, çÿç тураса тăраканскер, каялла çаврăнмасăрах Гена çине стена тĕкĕрĕ витĕр пăхса.

Гена унпа калаçса-туса çăвар тутине сая ямасăрах тухса каясшăнччĕ — пÿрте пĕчĕк хĕрарăм пырса кĕчĕ. Ку вăл кил хуçи пулчĕ иккен. Карчăк самаях кăмăллине кура Гена хваттере çакăнтах юлчĕ. Унăн ывăлĕ вара пĕрре те хăйне хуман.

Митюк виçĕм çул Вальăпа пĕрлех вăтам шкул пĕтернĕ, Валя пекех ниçта та ĕçлемен. Вăл пĕр-пĕр çар училищине вĕренме кĕрес шутпа икĕ çул умлăн-хыçлăн, кутамкка çакса, кÿршĕ-аршăпа, амăшĕпе сывпуллашса килтен туха-туха кайнă, хăй тепрер уйăхран-уйăх çурăран каялла таврăннă. Çынсем каланă тăрăх, вăл унта вĕренме кĕме экзамен тытайман имĕш. Кун пирки кам та пулин сăмах хускатсан Митюк калаçăва аяккалла пăрнă. Халь вăл пĕр-пĕр урăх çар училищине кайма военкомат чĕнессе кĕтсе пурăннă.

Каçхине Митюк киле çур çĕр иртсен таврăнать. Ирхине вăл Генăран çывăрса юлать. Амăшĕ вăл çывăрнă чух хыттăн калаçма та чарать. Гена таврăннă çĕре Митюк пĕрмай килте çук. Гена ăна район библиотекине кайнă май хăш чух клубра бильярд сĕтелĕ умĕнче е коридорта хĕрсемпе айхашса тăнине куркалать.

Гена унпа пĕрре те калаçмаллах калаçман. Митюк çеç хăш чухне Генăран пĕрер-икшер пирус ыйтса илет, пĕр эрне каялла тата вунă тенкĕ укçа кивçен илнĕччĕ.

… Паян кĕтмен çĕртен вĕсем хушшинче çакăн пек кăйттăрах калаçу пулса иртрĕ.

Гена, çиччĕрех тăнăскер, илĕм-тилĕм ир çинчех алăкăн-тĕпелĕн уткалама тытăнчĕ, çук ÿслĕкех ÿсĕркелесе илчĕ. Митюк амăшĕ шăпрах çÿреме хушнине те хăлхана чикмерĕ. Карчăк тулалла тухсан вăл Митюк вырăнĕ патне пычĕ те Митюк çийĕнчи çиттие туртса илчĕ.

— Тăр, ыйхă чăпти… Аякку шăтса кайĕ тата, — терĕ вăл çурма шÿтлерех.

Митюк ирĕксĕрех тăрса ларсан Гена каллех ун умĕнче чарăнчĕ.

— Итле-ха, — терĕ вăл. — Ĕнер каçхине эс ăçта пулнă?

Митюк шурă куçне мĕкĕл çавăрса кăтартрĕ.

Гена ним хускалмасăрах вăл мĕн тавăрса каласса кĕтсе тăчĕ.

— Сана мĕн ĕç?

— Çук, çук, кала-ха чăннипе… кампа пулнă?

Митюк амăшĕ пÿрте кĕрсе Гена çине кăн-н тинкерсен калаçу татăлчĕ. Гена каллĕ-маллĕ уткаларĕ те урăх ним чĕнмесĕрех шкула тухса кайрĕ. Вăл кунĕпех вĕчĕрхеннĕ кăмăлпа çÿрерĕ.

«Тем тесен те Митюкахчĕ вăл, — шухăшларĕ Гена тек-текех, — çавахчĕ, урăх никам та мар». Ку анкă-минкĕллĕ шухăшсем акă мĕнрен килчĕç.

… Виçĕм кун Гена практикăна килнĕренпе пĕрремĕш хут ерçÿллĕ вăхăт тупрĕ те клуба тухса утрĕ.

Гена çитнĕ çĕре кино пуçланнăччĕ.

— Журналĕ çеç-ха, — терĕ алăк умĕнче билет сутса ларакан хĕрарăм. Гена экран çинелле каякан хĕвел ури пек çутă ярăмĕпе çеç çуталнă зала кĕрсе куç тĕлне пулнă малтанхи пушă вырăнах, хĕрринчи тенкел çине, ларчĕ. Журнал пĕтсен зал çуталса кайрĕ. Малти ретрен Генăна студенткăсем кăчăк туртса илчĕç, темшĕн йăл-йăл кулкаласа илчĕç, хăйсем хушшинче тем пăшăлтатрĕç. Гена çакăн хыççăн тин хăй çумĕнчи хĕр ача çине çаврăнса пăхрĕ.

— Тамара, — терĕ вăл кĕтмен çĕртен ун çумне çакланнине тĕлĕнсе.

Хĕр ача пăркаланса илчĕ те Генăран аяккарах сикрĕ. Ун çумĕнче тулли питлĕ, сарлака туталлă хĕр тата яка пÿ-силлĕ йĕкĕт — Митюк, пиччĕшĕ ярса панă матрос тумне тăхăннăскер, лараççĕ.

Кино «Красное и черное» ятлăччĕ. Тамара çак картинăна курма килнĕшĕн пăшăрханса та илчĕ Гена. Шкул ачисене пăхса ларма çăмăлах мар йĕрĕнчĕк те намăссăр сценăсем сахал мар кунта.

Хĕр ача экран çинче мăшăр курăнса каймассерен пуçне аяккалла пăрать те пуçне чикет, чылайччен çĕклемест.

«Яр уçăмлă чăнлăх çирĕпленеймен çамрăк чуна амантмаллах пырса тивет пулас», — шутласа пычĕ Гена çакăн пирки кино хыççăн килелле утнă май.

… Ансăр укăлчаран тухнă чухне Гена куçĕ ирĕксĕрех йăмра тĕлĕнче тăракан мăшăр енне туртăнчĕ. Гена малтанласа кун çине тепре çаврăнса та пăхмарĕ, анчах киле çитерехпе мăшăр темшĕн куç умне тухса тăчĕ. «Митюк пекехчĕ-çке йĕкĕчĕ? — сасартăк астуса илчĕ вăл. — Чăнах çавă пулчĕ-ши? » Чĕрере тем вĕçерĕнсе кайнă пек пулчĕ.

Пуçран темĕнле урăм-сурăм шухăш туха та пĕлмерĕ. Хĕр тем йăлăнса кайнинчен аяккалла туртăн мин те — Гена, тен, кун çинчен шухăшламаççĕ те пулĕ, паян ирхи калаçу та хускалмĕччĕ.

Хĕр ача çав йĕксĕке савать-и вара? Апла вăл мĕншĕн аяккалла туртăнать-ха? Çук пулĕ. Митюк ку енĕпе — ватă çерçи. Хĕрсем пирки мĕн калаçнине (калама намăссине те) илтнĕ Гена унран. Хĕр ача çумне вăл ирĕксĕр çулăхать. Çавă çеç…

Гена çакăн пек шухăшсемпе упи-супиленсе сехете яхăн умĕнчи кĕнекен пĕр страницине ниепле те вуласа тухаймасăр ларчĕ.

Сехет йĕпписем сакăр сехет кăтартрĕç.

Гена пиçиххине туртса юсарĕ, тумланчĕ те урама тухрĕ.

Тулта шăнтса кайнă. Çăлтăрсем те çăрарах. Анăç енчи горизонт хĕрринче анса ларма патне çитнĕ çĕнĕ уйăх месерлерех çакăнса тăрать. Урамри электричество юписем çинче çунакан лампочкăсем тавра куçа курăнми вĕтĕ юр пĕрчисем сывлăшра ылтăн хăйăрĕ çунă пек чăлтлата-чăлтлата сÿнеççĕ.

Гена çĕлĕк хăлхине антарчĕ те ботинка кĕли айĕнче хăвăл пекех янăракан тăкăс çулпа клуб енне утрĕ. Çул айккинче телефон юписем янăраса çеç лараççĕ, хыçри юпа сасси йăнсан — малти янăраса çывхарать. Пасарса кÿпченĕ пралуксем татăласлах карăннă.

«Митюк сăн-пуç енчен хурламалла мар ĕнтĕ, — шутларĕ Гена каллех. — Анчах хĕр ача ăнланса илме пултарĕ-ши ăна? »

Çапах та мĕнле хĕр ача-ха вăл?

Учительсем те ăна ăнлансах пĕтереймеççĕ. Малтанхи шкултан панă характеристикинче нимех те çук: хушнă ĕçе тăвать, тирпейлĕ, тăрăшать, аташмасть… Вăл, чăн та, ытти ачасем пек аташмасть, тăнламасть, вылямасть те. Анчах шкул пурнăçĕпе, ытти ачасен пурнăçĕпе пурăнмасть. Вăл пĕтĕмпе те пĕр хор кружокĕнче çеç тăрать-мĕн, унта та асра-тĕсре çеç çÿрекелет. Ăна, чи малтан, шкул йышĕпе явăçтармалла. Çакна Гена лайăх ăнланать. Куна тума çăмăл мар, куна тăвас тесен шкулта та темĕнле улшăнусем кирлĕ.

… Генăна çул çинче тахăш класри икĕ палламан арçын ача çеç, те вулав çуртне кайнăскерсем, хирĕç пулчĕç. Вĕсем Генăна паян пĕрремĕш хут курчĕç пулин те, çĕлĕкĕсене тытса, «До свидания» тесе юлчĕç.

Шалтан темле авăнчăклă, сикчевлĕ[viii] ташă çемми илтсе Гена клуб умĕнче кăшт тытăнса тăчĕ те зала кĕчĕ.

Залра тенкелсене сцена çине куçарса лартса çаврăнкаламалăх пушă вырăн тунă. Стенасем çумне çеç — лармалăх — тенкелсем хăварнă.

Çамрăксем мăшăрăн-мăшăрăн çаврăнаççĕ. Кунта шкулти ачасем те, уйрăммăнах 10-мĕш класрисем, курăнкалаççĕ. Купăс вырăнне — радиола кĕвĕ калать.

Клубра тăтăшах кино е юрă-ташă каçĕсем пулаççĕ пулин те, Гена кунта иккĕмĕш хут çеç-ха. Пĕрмаях вăхăт çук. Тетрадьсем тĕрĕслесси, уроксене хатĕрленесси, класс тулашĕнчи тĕрлĕ вак ĕç вăхăта çав тери нумай илеççĕ. Кунсăр пуçне хăйне çирĕплетсе панă класра эрнере пĕрре политинформаци ирттернĕ май ку яхăнта кăçалхи хаçат-журнала та пĕтĕмпех тепĕр хут тĕплĕн пăхса тухма тивет. Малтанхи эрнере кино курма та вăхăт ÿкереймерĕ Гена. Тăнисене вара вăл, хăй ташлама пĕлнине пăхмасăрах, хисеплесех хисеплемен.

Ташă ĕнтĕ вĕçленсе пырать. Яшсем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн килелле саланчĕç. Тепĕр самантран кунта тăват-пилĕк мăшăртан ытла юлмарĕ.

Яшсем пирус мăкăрлантараççĕ, çăмăлçах сăмах, тăрлавсăр шÿт, кулă янкăшать.

Зал кĕтессине икĕ мăшăр кайса ларнă та — илемсĕррĕн чăх-чăхлатса кулаççĕ, пĕр-пĕрне тĕрткелесе илеççĕ, аллисене пăчăртаççĕ. Ташă каçĕн вĕçнелле кирек ăçта та çавнашкал çамрăксем тăрăлса юлаççĕ вара…

… Тамара кунта пачах шкулти çи-пуçпа мар, хĕрлĕ лĕпĕш çунатти пек пăч-пăч тĕрĕллĕ майра кĕпипе. Ташласса та вăл таса ташлаймасть: урисем текех çакланаççĕ. Çаврăннă чухне вара ăна «матрос» йăтса-сĕтĕрсе пекех çавăрать…

Вĕсем ташланă хушăра эпир вĕсен çакăн умĕнхи утăмĕсем çинчен ик-виç сăмах каласа хăварар.

Тăххăрмĕш сыпăк

Тамара Митюка тахçанах пĕлет, анчах ку таранччен ăна вăл курсан та асăрхаман. Шухăш нихăçан та ун çинче чарăнман. Пур-и вăл, çук-и — ним те улшăнман тĕнчере. Тамарăшăн тесен, урамри юпасем çĕр çинче кирлĕ пекех, Митюк та пулма кирлĕ пулнă çеç. Çавнашкал çын кăначчĕ Митюк Тамарăшăн пĕр каçхине клуба кайиччен.

Пĕр каçхине Вальăпа клуба кайсан — Митюк, Петька киномеханик, Валя тата Тамара — тăваттăн пĕрле «туп-йытăлла» вылярĕç. Кайран Митюкпа киномеханик хĕрсенчен юлмарĕç, вĕсем хыççăн клуба кĕчĕç. Тамарăна çине-çинех Митюк ташлама пырса чĕнчĕ. Тамара никампа та мар — Вальăпа çеç ташласшăнччĕ, анчах Вальăна Петька хăй çумĕнчен вĕçертмерĕ, ташă вĕçленсен те ун таврах явăçрĕ.

Тамара кам чĕнсен ташлама тухам-ши тесе зал тавра пăхса илчĕ те — никам енне те чĕре выртмарĕ, вара пурпĕр тесе чи малтан ума пынă çынна хирĕçех пăхăнуллăн çаврăнса тăчĕ. Чи малтан ума пырса тăраканни пуринче те Митюк пулчĕ. Çакна Тамара хăй те юлашки ташă умĕн çеç асăрхарĕ те, ун пуçĕнче: «Мĕншĕн пĕр вĕçсĕр мана чĕнет-ха ку? » — текен шухăш вĕлтлетсе илчĕ.

Митюк сăн-питĕнче чуна килĕшекенни те пур. Уйрăмах хăйă çутинче, кăшт аяккарахран пăхсан, çывăхран пăхсан вăл ватă сăнлă, пичĕ çинче амăшĕн пекех кĕве çинĕ евĕрлĕ çинçе йĕрсем хуçкаланса тăраççĕ. Кунсăр пуçне унăн сăн-питĕнче темскер — те виçерен иртсе киревсĕрлĕх картинех кĕре пуçланă хăюлăх вăл — йĕрĕнтерекенскер тапса тăрать. Вăхăтăн-вăхăтăн çав «темскер» çухалнă пек пулать, уйрăмах Митюк таçта инçетелле пăхнă пек тăнă чух: лутра çамки пĕрĕнет, питĕнчен епре[ix] кулă тарать, тута кĕтессисем тĕлĕнчен пит шăмми патнелле хытă мускул хускалса илет. Кун пек чухне вăл самаях килĕшмелле.

Вăл калаçма тытăнсан е епресе кулсан çав йĕклентерекен[x] япала йалтах сиксе тухать. «Харпăр çыннăн сăн-питĕнчех çавăн пек япала пур пулмалла, — шутларĕ Тамара. — Тен, ман хамăн та пулĕ вăл? »

Тамара асăрханă: малтан курнă чылай çын сăн-питĕнче çав «темскер» килĕшменни пур; Валентин сăнĕнче те пурччĕ… Анчах вăл унăн çухалса-çухалсах пычĕ. «Çак Митюк сăн-питĕнчи хальлĕхе килĕшмен йĕр те кайран, тен, пĕтĕмпех пĕтсе ларĕ? » — шутларĕ Тамара. Çакна вăл ахаль çеç шутларĕ, шутларĕ те Митюк çине тепре пăхрĕ, самантрах куçне илчĕ, хальхинче унран вĕçерĕнсе тарас килчĕ… Митюк куçĕ хĕрлĕ те — çулланса тăрать, хăй шăлне ейсе кулать… «Çапах та аван ташлать. Хăюллă, — шухăшласа хучĕ Тамара. — Мĕншĕн Валентин çакнашкал мар-ши? »

Валентина аса илсен Тамара шарт сикрĕ. «Халĕ пĕтĕмпех пĕтнĕ-çке! Мĕншĕн шухăш пĕрмаях ун çине ÿкет-ха? »

… Тамарăн ури çыхланнă, такăнчĕ. Хĕр ача хутра ситре ÿкмех тăчĕ те — вăйлă алăсем ăна тÿрлетсе тăратрĕç, никам çумне перĕнтермесĕр çăмăл çавăрчĕç. Митюкпа ташланă чух майсăр пуснă утăм та ятарласа çапла ташланă пек пулса тухать.

Тамара хăй чиперех ташлама пултарнипе киленсе текех çаврăнчĕ.

Унăн хăлхи патĕнче, йÿтетмĕш сăпса йăпăлтатнă пек, чуна вĕчĕрхентерсе, шухăша татса Митюкăн сасси илтĕнсе пычĕ. Тем ыйтрĕ вăл, Вальăпа Петькана тем каптăрма пăхрĕ, хăйсене пырса çапăннă мăшăра ятласа илчĕ, унтан Тамарăран тем тĕпчесе пĕлме хăтланчĕ.

«Миçемĕш класра? », «Килÿ хăш тĕлерехчĕ-ха? » — уçăмлăнах илтĕнеççĕ пуçне аяккалла пăрса хунă Тамарăн хăлхине.

«Мĕн… Манпа калаçать вăл? Мĕне кирлĕ-ха ăна эпĕ миçемĕш класра вĕренни, ăçта пурăнни? »

Тамара пуçне силлесе илет те хуравăша кĕскен пĕрер сăмах тавăрса хурать:

— 9-мĕшĕнче. Ялтах.

Çакна вăл леш хăйĕнчен хăптăр, ыйтусемпе шавах ан минреттĕр тесе çеç калать.

Ташă пĕтсен Тамара Вальăна хулĕнчен пырса тытрĕ. Вĕсем хыççăнах клубран Митюкпа Петька тухрĕç.

— Ирĕк парăр сирĕнпе пыма, — уçкăртрĕ Петька çавтăннă хĕр ачасем умне тухса тăрса, унтан вăл Вальăна хулран çаклатрĕ. — Тыт тепĕр енчен, — хĕтĕртрĕ хăй Митюка.

«Мĕн пирĕн хыççăн сĕтĕрĕнсе çÿреççĕ вĕсем? — шутларĕ Тамара. — Каллех Митюк мана çулăхать-и? Аслă-çке-ха вăл манран?..»

Петькăпа Валя пĕр-пĕринпе куçран куçа хĕссе çеç калаçрĕç. Хулĕ çумне Митюк алли перĕнсен Тамара туртăнса вĕçерĕнчĕ те мала чупса кайрĕ, анчах Вальăн витĕмлĕ сасси ăна çийĕнчех чарса тăратрĕ.

— Тамара! Мана пăрахса хăваратăн-и?

— Эп пĕчченех каятăп.

— Тамара!..

Тамара кĕтсе тăчĕ. Вăл Валя çумне тĕршĕнсе утрĕ, сылтăм хулран лаххан çакса янăнах туйăнса пычĕ — унтан Митюк тытнă. Хăй тата темскер намăс туса калаçать.

Тамара Митюк калаçнине илтес мар тесе темиçе хутчен Вальăпа сăмах пуçарма пикенчĕ. Валя вара, йĕкĕчĕшĕн каçăхсах кайнăскер, илтмерĕ те, ухмах пек шав кулчĕ. Самантран ăна Петька хăй çумне туртса илчĕ.

— Эсир мала иртĕр, — хушрĕ вăл Митюкпа Тамарăна.

— Тамара, мана пăрахса кай сана! — хытарса каларĕ Валя.

— Эп каятăп, Валя!

Тамара хăйне хултан çатăрласа тытнă Митюкран туртăнса уйрăлчĕ те чупса кайма тесе икĕ утăм тунăччĕ ĕнтĕ, умра кĕтмен çĕртен пĕр арçын ача курăнчĕ. Вăл хуллен çулпа утса килет. Тем шухăша ÿкнĕ, хăрах аллине кĕсьене чикнĕ, хул хушшине кĕнеке хĕстернĕ.

Тамара ăна уттинченех палларĕ…

Пуçра сасартăк пăтравлă шав кĕрлесе кайрĕ. Чĕре сăкăлтăклăн кăрт! турĕ… Тамара тăпах чарăнчĕ. Хăйне Митюк каллех хулран тытнине те сиссе ĕлкĕреймерĕ, сиссессĕн те вара хирĕçлесе турткаланма шутламарĕ… Хирĕçлемерĕ кăна мар, пачах урăхла, пуçне каçăртрĕ те Митюк çумнерех тĕршĕнчĕ, унтан хытă кулса ячĕ. Куласса юри ахăрашса та хирĕç килекен арçын ача вĕсен тĕлне çитсен кулчĕ. Хирĕç килнĕ çын тĕлĕнчен Тамара, ăна пачах курмăш пулса, çумĕнчи Митюкпа калаçса пынă пек кăшт ун еннерех пăхса мăнаçлăн утса иртрĕ…

Çапла вĕсем виç-тăват кил тăршшĕ утрĕç. Тамара тек нимĕн те курмарĕ. Хăлхара çеç, йÿçĕхтерсе, Митюкăн минревлĕ сасси вĕчĕлтетрĕ.

Тамара сасартăк туртăнчĕ те — вĕçерĕнчĕ. Малалла чупма тăчĕ, анчах ăна вăйлă алăсем пилĕкрен ыталаса тытрĕç.

Митюк темĕн ыйтрĕ.

— Мĕн? Хăçан тел пулăпăр? Ну, ыран!

— Ăçта?

— Ăçта?.. Ма ăçта? Таçта та… Ну, клубра!

Тамара хăй мĕн каланине хăй те ăнланмарĕ, унăн ăсран малтан чĕлхи калаçрĕ. Вăл тепре туртăнчĕ те вĕçерĕнсе малалла вĕçтерчĕ.

«Тен, вăл пулмарĕ? — кĕтмен çĕртен шухăш вĕлтлетрĕ пуçра. — Валентинăн кĕске пиншак çукчĕ-çке?.. Чăнах та, кÿршĕри вуннăмĕш класа каякан Вова, çав тери мăн кăмăллăскер, вăрă (вăл пĕлтĕр Тамарăсенне кантăк умĕнчен алă сехечĕ вăрласа кайнăччĕ), ама çури амăшне хĕнекенскер, çавăн пек тумланса çÿретчĕ мар-и?»

Чĕрере кÿренÿ хускалчĕ.

«Çапах кăтартатăп эп ăна! Кăтартатăп! Ыран е тепĕр кун…»

…Тепĕр кунне Тамара чăнах «кăтартрĕ». Ку хутĕнче вара ним иккĕленмелли те çукчĕ — Валентинахчĕ, клубран тухатчĕ. Тамарăпа Митюк Валентин çулне пÿлсе ун умĕнченех иртсе кайрĕç…

Ыратрĕ-ши Валентин чунĕ? Куна Тамара пĕлмест. Анчах Тамарăн хăйĕн чунĕ кун пирки паян пĕрре те савăнмасть.

Валентин умĕнчен çапла Митюкпа хулран çавтăнса иртсе кайсан вĕсем анаталла анатчĕç.

…Тамара сиссе те ĕлкĕреймерĕ (чăнах та, мĕнле çапла пулса тухрĕ-ха. Питĕ вăрă-хурахла-çке) — сасартăк Тамарăн питне шăртлă янах перĕнчĕ, унтан сывлăша йÿçек чĕлĕм шăрши пÿлсе лартнипе пĕрлех тутана сарлака нÿрĕ тута хĕстерсе тытрĕ…

…Пуçра вара сасартăк мăн саслă чан çапнă пек кĕрлесе кайрĕ, чĕрере шартах сиктерсе тем татăлса анчĕ.

Тамара пĕр хушă, шалкăм[xi] çапнă пек, вырăнтан та хускалмарĕ, чĕлхи çĕтрĕ, пит-куçран чăтма çук кÿренÿ вучĕ пĕçерсе тухрĕ.

Тамара пĕр сăмах та çавăрса калаймарĕ, пĕтĕмпех çухалса кайрĕ, вара сĕмсĕр каччăран мĕнпур вăйпа туртăнса вĕçерĕнчĕ те ухмаха ернĕ çын пек килелле чупрĕ. Тăна кĕрсен кÿренÿпе те тăвăлса çитнĕ çилĕпе хутăш чĕрене йĕклентерекен туйăм пиелесе илчĕ. Çул тăршшĕпех тутаран йытă çуланă пек туйăнса кĕçĕтрĕ, сăралтатрĕ, темĕн, сивĕскер, тута ÿтне çисе пычĕ…

Çакăнпа пĕрлех Валя альбомĕнчи сăмахсем аса килчĕç: «Вил те — юратман çынна чуптума ан пар», «Ĕмĕр тăршшĕнче пĕр çынна çеç чуптума ирĕк пар», «Санăн турру — сана чи малтан чуптунă çын…»

Çаксем аса килсен пуçра малтанхинчен те ытларах йăлт пăтранса пĕтрĕ. Ăн-пуç нимĕнле татăклă шухăш-туйăм çинче те чарăнма пултараймарĕ кăна мар, Тамара халĕ хăй малтан тĕрĕс ăнланнă япаласем пирки те иккĕлене пуçларĕ.

Мĕнле? Тамара вара хăй савман çынна чуптума ирĕк пачĕ-и? Мĕнле пулса тухрĕ-ха ку?

…Унтанпа ĕнтĕ темиçе кун иртрĕ. Халĕ те Тамара ним шухăшлама та хайла çитереймест-ха, хăйне хăй те ăнланмасть, иртнĕ кунсем çинчен шухăшлама та хăрать.

Уншăн халĕ пĕр япала çеç татăклă та паллă: Тамара халь — унăн…

Тамара — Митюкăн!

Çапла, Митюкăн… Акă халĕ те вăл унпа… Митюкпа… Вальс ташлать… Чĕрере халĕ темскер ларать. Ăшри çав темскер, чуна ыраттараканскер, пурнăçра ырри йăлтах хыçа тăрса юлнине систерсе тăраканскер, Митюк мĕн ыйтнине йăлтах тума хушать. Хушать! Ăна хирĕçлеме тем чарса тăрать. Темĕнле шик евĕрлĕскер хăй. Сехри хăпнă мулкач хăйне çăтса яма хатĕрленсе тăнă çĕленрен тарас вырăнне ерипен ун патнелле çывхарнă пек шик ку!.. Ĕрĕхсе кайнă ут çинчен ÿкес мар, ÿкес мар тесе ху сулăннă еннех тайăла панă евĕрлĕ. Тен, Тамарăн та çавă мар-и? «Санăн ĕнтĕ тек никам çинчен те ĕмĕтленмелле мар, никам çине пăхма та ирĕкÿ çук сан тек, санăн турру — Митюк», — тет çав темскер. Çак сасăпа кĕрешме хал та, мехел те çитмест. Кĕрешмелле-ши унпа, кĕрешмелле мар-ши? Ку ыйтăва лартма та шутламан-ха Тамара. Çав темскер, шăпа пÿрнĕ пек, чуна сăхăнса кĕрсе ларнă. Ăна нимле те кăларса пăрахмалла мар.

Анчах Тамарăн пĕрре те туртăм çук-çке Митюк енне. Туртăм çук кăна та мар — çав йĕрĕнтерекен те йĕрĕнтерекен туйăм ниепле те сирĕлмест. Çакăн çинчен Тамара халь шухăшласа пăхман-ха. Эпĕ ăна юратмастăп тесе шутлама та хăрать-ха. Ăшри сасă çеç — ырату — çавна систерсе тăрать. Тен, ку вăхăтлăх çеç çакнашкал? Тен, Тамара ăна пурăна киле юратма та пуçлĕ? Унран чун ютшăнса та кăмăл пăрахсан… Вăл вăраха пымасть-çке-ха. Вăл иртмелле! Тен, чăн-чăн юрату тени çавăн пек пулĕ? Тамара, тĕрĕссипе каласан, курса пăхман-çке-ха ăна. Темле вăл — те ырă туйăм, те кăмăллă та мар…

Çук, ку вăхăтлăха çеç пулма кирлĕ! Анчах… мĕн-мĕн те — Тамара Митюкăн. Тен, начарах та мар вăл?..

…Тамара, Митюкăн лайăх енне çеç курас шутпа, тĕплĕн сăнаса ăна питрен пăхрĕ те — хăвăрт пуçне пăрчĕ… Ташлакансем хушшинче те Митюкран хитрисем чылай.

«Кам-ха çав тенкел çинче лараканни?.. Ма çав мар-ши Митюк? Унăн пит-куçĕнче чи малтан пăхнă чухне те нимĕнле йĕклентерекен япала çук.

Тăхта-ха. Вăл Геннадий Васильевич-çке, студент.

…Акă каллех вальс çемми янăраса кайрĕ. Самантлăха клуб умне тухнă Митюк зал урлах Тамара патне çул тытрĕ. Тенкел çинче ларакан Тамарăн чунĕ сÿ-ÿ кайрĕ те, вăл, хăйĕн мĕн пуррипе ирĕксĕр килĕшмелли çеç юлнă пек, пуçне чикрĕ.

— Сире ташша чĕнме юрать-и? — илтĕнчĕ сасартăк.

Тамара ют сасса илтсе пуçне вăльт çĕклерĕ, хăй сисмесĕрех ура çине тăчĕ.

Ун умĕнче Геннадий Васильевич тăрать иккен. «Вăл та ташлать-и вара?» — тĕлĕнчĕ Тамара, çав вăхăтрах Митюк килсе çитиччен студент ташша ертсе кĕнĕшĕн хĕпĕртерĕ. Анчах ташă тăршшĕпех Тамара куçĕ умĕнче Митюкăн йÿçенчĕклĕн йĕрĕнтерсе хунă тути, шурă куçĕ чуна çÿçентерсе тăчĕ.

…Студент иккĕмĕш ташша та Тамарăпах тухрĕ. Ку хутĕнче вара хĕр ача хăйне хăй ирĕкрех те çăмăлрах туйрĕ. Чĕрене пусса тăракан пăшăрхануллă шик ирĕлсе кайнăн, ун айĕнчен кăшт хурланчăклăрах çăмăл кăмăл çиеле тухнăн туйăнчĕ. Темшĕн-çке çак каç тăршшĕпех студентпа ташлас килчĕ, анчах студент иккĕмĕш ташă варринчех киле кайма пулчĕ.

— Эсĕ пымастăн-и? — ыйтрĕ вăл Тамарăран.

Тамара сцена çине чупса хăпарчĕ те, хăра-хăра, тенкел çинчен мăн тутăр илсе çыхрĕ, пальто тăхăнчĕ. Кунта татах тем юлнă пек, темиçе хутчен ташлакансем çинелле пăха-пăха илчĕ. Унтан, такамран тарнă майлă, хăвăрт алăк патнелле утрĕ. Студент хĕр ачана мала ирттерсе хăй ун хыççăн тухрĕ.

Тамара малалла та, каялла та кайма хăяймасăр картлашка çинче чарăнчĕ. Вăл студент мĕн те пулин каласса кĕтрĕ, тата çак студентпа — çапла ташласа илнипех — ачаран туслă пурăннă пек хăвна ху тыткалама ирĕклĕ, кăмăла çăмăл пулнăшăн савăнчĕ те.

Хĕр ача тытăнса тăнине асăрхаса-и студент ик утăм ярса пусрĕ те каялла çаврăнса тăчĕ.

— Мĕнле çемĕ çак? — пуçĕпе сулчĕ вăл зал еннелле. Залра çĕнĕ ташă çемми янăраса кайрĕ иккен. Тамара ку çемĕпе хăй пĕрре мар ташланă пулин те ун ятне-шывне пĕлме шутламан.

— Пĕлместĕп, — суймарĕ вăл картлашка çинчен ерипе çĕрелле анса.

Студент Огинский çинчен калама тытăнчĕ. Ку унăн полонезĕ иккен, тепĕр майлă каласан, «Тăван çĕршывпа сывпуллашни» ятлă ля минор. Вăл юрă хывас тĕлĕшпе ытлашши паллă мар-мĕн — революци çынни шутланнă. Унăн пайтах ют çĕршывсенче пурăнма тивнĕ. Çак полонез вара тăван çĕршывран — Польшăран — тухса кайнă чухне, кайма хатĕрленсе тăрсан, сывпуллашма пек пианино умне ларать те самантрах çырса хурать.

Чăн та, ку таранччен юлташла-тусла пурăннă çын пекех çывăха хурса каласа пачĕ çакна студент çула май.

Тамара итлесе çеç пычĕ. Темшĕн-çке студентăн сăмахĕ час пĕтесрен те хăрарĕ, хăй вал сăмах пуçарма та, калаçура ертсе пыма та пĕлмест.

— Халь çав кĕвĕпе екленсе[xii], аташса танго ташлаççĕ, — тăсрĕ студент хăй сăмахне малалла. — Кам, епле майпа, мĕнле туйăмпа çырнине те пĕлесшĕн мар, ку кĕвĕ хурлантармасть те вĕсене. Ташласа киленсен юп курса[xiii] пултăр… Огинский çавна валли çырнăччĕ-ши ăна? Тăван çĕршывран уйрăлма мĕн тери хĕнни, уншăн темĕнле асап тÿсме те хатĕрри тан тапса тăрать-çке унтан. Залри çав çилхăвансем çак пархатарлă туйăмсене упра пĕлесшĕн мар.

Хĕр ача студентран пĕр-икĕ утăм аякра утрĕ. Унăн сăмахĕ хăйне тивнине пĕле тăркачах[xiv], пĕр вăхăтлăха çак калаçу юлашки эрнери асапсене мантарнă пирки-и е çĕр çинче урăх япала пирки те шутламалли пайтах иккенне аса илнипе-и, çăмăл пулса кайрĕ.

— Çапла çав, — терĕ Тамара хăвăрт, чăннипех килĕшсе.

Çакна каланă хыççăн кĕтмен çĕртен Тамара çак студентпа юнашар пыма та хăйĕн тивĕç çук пек туйрĕ.

— Çук, эпĕ сан пирки мар, — терĕ студент хĕр ача йывăра илесрен-тĕр.

Çак ахаль çеç каланă пек сăмах Тамарăна хăюлăх тавăрчĕ, самантлăх татăлнă калаçăва та хĕр ачан темшĕн хăйĕн сыпăнтарас килчĕ.

— Эп учительсем ташламаççĕ пуль тенĕччĕ, — терĕ вăл.

Çакна вăл чĕлхи вĕçне килсенех персе ячĕ. Хăй сарăмсăр каласа янине туйсан хĕрелсе кайрĕ те хыпăнса хĕрÿллĕн хушса хучĕ:

— Пирĕн шкулта ташламаççĕ.

— Эпĕ учителех тухайман-ха, — шÿтленçи пулчĕ студент, вара хăй еккипе ыйтрĕ: — Эсир клуба тăтăш çÿретĕр-и?

«Шахвăртса ыйтать, — шухăшларĕ Тамара. — Вăл, тен, эп Митюкпа çÿренине пĕлнĕ?..»

Тамара ним те шарламарĕ. Митюка аса илсен ун чунне каллех ăнланма хĕн кăмăл çавăрса илчĕ. Çак кăмăл Тамара хăйĕнне темскер чи хаклине çухатнăн, тĕнче умĕнче каçарма çук айăп тунăн туйăнтарса тăрать. Ку яхăнта тăтăшах çапла.

Умра — темĕнле «хура хÿме», каçма çукскер. Пĕтĕм пурнăç — шкул та, хаваслăх та, вăй-хал кÿрекен ĕмĕт те — йăлтах çавăн хыçĕнче. Куллен-кун тума май пур ахаль ĕçсем те, ним ĕмĕтленмесĕр-тумасăр хăй тĕллĕн пулса пыракан ахаль утăмсем те, сăмахран, юлташпа шÿтлесси, пĕр-пĕр мыскараран каçса кайса куласси, хирĕç килекен çынна куçран чăрсăррăн пăхса пуç чиктересси — йăлтах-йăлтах халĕ нихçан тума май çук, тума тивĕç çук япаласем пек туйăнса тăраççĕ.

Мĕн вăл? Митюкпа явăçни-и? Митюк чуптуни-и?.. Çапла çав! «Санăн турру — сана малтан чуптунă çын…»

Кирек кампа та пулин калаçса пăхасчĕ çак асаплă туйăмсем, ăш çуннисем пирки… Пур-ши çакнашкал кăткăс туйăмсене ним кулмасăр, хута кĕрсе, вĕçне çити итлесе пĕтере-кенни тата пĕтĕмпех ăнланса сана мĕнпе те пулин пулăшма пултараканни?

Ыран каллех акă — Митюк, вечер… Çапла, вечер. Ыран Митюкăн çуралнă кунĕ иккен. Тамарăна та Валя парнелĕх тесе вăйпах арçын пуç тури илтерчĕ.

Каллех ĕнтĕ пилĕк çинче Митюкăн аллисем, хăлхара унăн мăрăлти сасси…

Тамара çÿçенсе чĕтренчĕ те васкарах утрĕ.

Сасартăк çакна пĕтĕмпех, пĕтĕмпех, ним пытармасăр, ним туймасăр çак студента каласа парас килсе кайрĕ.

«Çук, вăл ăнланать! Кулмĕ те, йĕкĕлтемĕ те…» — терĕ темĕнле шанчăклă сасă ăшра.

Тамара темиçе утăм, сăмах пуçарас шутпа, пĕр пăлханса, пĕр сывлăш çавăраймасăр канăçсăрланса пычĕ, темиçе хутчен студент енне пуçне пăрса пăхрĕ, унтан студент тем кĕтнĕ пек хирĕç куç ывăтсан хĕрелсе кайрĕ те, хăпарса çитнĕ хăюлăх каялла татăлса анчĕ.

Çул урлă кусăрка[xv] кусса каçрĕ. Çул хĕрринчи йăмрасем шăпăрлă шăн тураттисем пĕр-пĕринпе çапăнса шакăртаттарчĕç. Шкул пахчинчи чăрăшсем çеç юр пусарнă йывăр лăссисене хускатма рĕç те.

— Ыран хулана пыратăн-и? — терĕ студент сасартăк. — Тен, пĕлместĕн те — эпир ыран класĕпех театр курма каясшăн.

Хĕр ача каллех чĕнмерĕ, ун вырăнне вăл хăйсен тĕлне çитсен, чарăнса, темĕнле пусăрăнчăк сасăпа:

— Ырă каç пултăр, — терĕ хуллен.

— Ырă каç, — тавăрчĕ студент. — Ыран ирччен.

Студент хĕр ача киле кĕрсен, тем шухăша ÿксе, ерипе урам тăрăх утрĕ, пĕрре ял вĕçне утса тухрĕ, унтан каялла килчĕ, хăй шăнса чĕтреве ерсен тин хваттере çул тытрĕ.


Кăçал хĕл сивĕ килчĕ. Раштав сиввисем те питĕ ир пуçланчĕç.

Çавăнпа та Геннадий Васильевич студент практикант шăмат кунхи каç валли хулана театра кайма билетсем илсе килсен учительсенчен нихăшĕ те хĕпĕртемерĕ.

Директор та пĕрре каяс шут тытса чĕвен тăнă класа урăхла ÿкĕте кĕртме çуккине кура çеç ирĕксĕр килĕшрĕ. Геннадий Васильевича вара вăл хытă тăн парса ячĕ. «Пĕр ачан сăмсине тăм илтĕр çеç — эсĕ явап тытăн», — терĕ.

Шкула автобус чĕнсе илчĕç. Кунĕ уярччĕ. Анчах ачасем хулана тухса кайнă каçхинех асар-писер çил-тăман çĕкленчĕ. Тепĕр кунне мăн çула йăлтах юр хÿсе кайнине пула пĕр машина та хуларан тухаймарĕ. Çакăн тĕлнех тата кун сиктерсе çÿрекен пуйăс та пулмарĕ.

Шкулта учительсем лара-тăра пĕлмерĕç, вĕçĕмсĕр хулана телефонпа шăнкăртаттарчĕç.

— Ыран ирхине 9 сехет тĕлне ачасем шкулта пулччăр! Çурăлăр та — çитĕр!..

Пĕр каçлăха кăна тесе тухнă ачасем выçă ларчĕç. Гена каялла килме билетлăх хăварнă юлашки укçине те ĕнтĕ виçĕ пус юлмичченех ачасене ирхи апат çитерсе ячĕ. Вăл пĕтĕм хулипех юлташ патĕнчен юлташ патне чупса укçа шырарĕ. Шкул директорĕ: «Ман пĕр пус та çук», — терĕ икĕ хутчен телефонпа ыйтсан та.

Институтăн икĕ аудиторине вырнаçнă ачасем вара — вĕçсе кайманни çеç. Вĕсем хăйсене паттăр çул çÿревçĕсем вырăнĕнчех туйрĕç, çил-тăман витĕрех çуран çула тухма сĕнекенсем те тупăнчĕç.

Гена вара:

— Киле тунти кун кăнтăрла иртсен пуйăспа каятпăр, — терĕ татăклăн, никам ним каланине хăлхана чикмесĕр.

Тунти кун кăвак çутăллах Генăна телефон патне чĕнтерчĕç. Шкултан директор калаçрĕ. «Эпĕ сана çакăн пек пăтăрмах тунăшăн министерствăна çитеретĕп! Ку вăл — патшалăх умĕнче явап тытмалли япала, — вăрçрĕ вăл. — 9 сехет тĕлне шкула çитнĕ пултăр! Укçа пирки çăвар та ан уçăр».

Çутĕç министерствине кĕрсе ыйтма ăс çитерни çеç Генăна укçа-тенкĕ асапĕнчен хăтарчĕ, Гена хăй пăшăрхансан та ачасем умĕнче ним пулман пекех хаваслă çÿрерĕ. Вĕсене вашаватлăн кăна столовăйне, унтан пир-авăр комбинатне ертсе кайрĕ. Кун хыççăн тин ачасем чугун çул станцине хускалчĕç, часах пуйăс çине ларчĕç. Киле вĕсем уроксем вĕçленнĕ çĕре тин çитрĕç. Хăйсен разъездĕнче вĕсене ачисемшĕн хăраса ÿкнĕ виç-тăват хĕрарăм та дежурнăй учительница кĕтсе илчĕç.

Ачасене хулана ертсе кайса пĕр кун уроксенчен хăварнă пирки ÿкĕнсен те çак çул çÿрев, пĕр енчен, ачасен йышне çирĕпрех чăмăртанма пулăшаканни тата, тепĕр енчен, харпăр ачана уйрăммăн курма май параканни тесе шутларĕ Гена.

Тамарăна та вăл çакăнта çеç витĕртерех курчĕ. Тамара калаçма юратакан, хăш чухне чарусăр хавасланма пĕлекен хĕр ача тесе шутламанччĕ Гена. Хĕр ача ăна вĕçĕмсĕрех салху та чĕмсĕр пек туйăнатчĕ. Чăн та, шкулта Тамара питĕ салху çÿрет. Тен, ун вĕренес килмест? Тен, ун хуйхă пур? Тен, шкул унăн чун туртăмне тивĕçтереймест? Мĕн-ши унăн чун туртăмĕ?

Çак ыйтусем тăраççĕ Геннадий Васильевич студент практикант умĕнче.

Практикантшăн халĕ çакă çеç уçăмлă: темĕн çитмест шкулта Тамарăна.

Шкулта мĕн çитменни енчен вара институтри хăш-пĕр преподавательсем, пичетре тухса калакан учительсем пĕрпĕр уйрăм шкулăн кăна та мар, чылай шкулăн пĕтĕмĕшле çитменлĕхсем пурри çинчен (тÿрремĕнех мар пулин те) калаçаççĕ.

Программа йĕркеллех марри, шкулта наука никĕсĕсене çеç вĕрентнĕ май ачасем нихăш предмета та тĕплĕн вĕренсе çитейменни, вăтам шкул пĕтерсе тухнă тĕле нихăш предметран та пурнăçра усă курмалăхне нумай илейменни — çаксем пурте çитменлĕх-мĕн.

Хальлĕхе пĕр япала çеç лайăх паллă: ку хĕр ачапа асăрхануллă пулмалла, шкулта сарăмсăр вĕçерĕнсе кайнă сăмах та ун чунне тивме, ăна шкултан сивĕтме пултарать.

Вуннăмĕш сыпăк

Тамара амăшĕ ку ялтан пĕр утмăл çухрăмри пĕчĕк хулана пиччĕш ывăлĕн туйне кайрĕ. Хăй кайнă чух вăл кил пăхма кÿршĕри 10-мĕш класа каякан Вовăн ама çури амăшне каласа хăварчĕ. Вовăн ама çури амăшĕ, алă çулалла çывхаракан хĕрарăм, ахаль чухне те кунсерен майлах Тамарăсем патне пыра-пыра ларать; пырасса Вовăн мыскарисем çинчен каласа ăшне лăплантарма пырать. Халь вара вăл, кил пăхма хăварнăскер, Тамарăсем патĕнчен туха та пĕлмест, Тамарăна Вова çинчен кала-кала парса тăниех илет.

— Тамара, — терĕ вăл паян ирхине, — пирĕн услап (Вова ĕнтĕ) манăнне каллех вунă тенкĕ укçа вăрланă. Таçтан уçă тупса, уçă юраттарса, арчаран кăларса илнĕ.

Тамара йăлăхса çитнĕ ĕнтĕ унран кун пеккисене илтсе, тата çак хĕрарăм, вунă пусшăн ÿксе вилекенскер, вунă тенкĕшĕн çапла лăпкă калаçни ĕненмеллех те пулмарĕ.

Акă халĕ те, Тамара пÿрте кĕчĕ çеç, килсе ларма та ĕлкĕрнĕ уксах хĕрарăм ăна Вова пирки чухса[xvi] калама тытăнчĕ.

— Тамара, — терĕ вăл кĕсйинчен темле блокнот кăларса, — вуласа пар-ха çакна. Ман çинчен мĕн те пулин çырса хуман-и… Хамăн куç курмасть, тем йĕркелет — вулама майĕ те çук…

— Мĕн вăл? — алла тытрĕ Тамара блокнота.

Ку Вовăн дневникĕ иккен. Ăна вăл пĕр-ик уйăх каярах çырма тытăннă пулас. Тамара дневнике хăвăрт-хăвăрт уçса тухрĕ те каялла пачĕ.

— Ман вăхăт çук.

— Ну, ерçсен вула, эп хăварам. Кайран каласа парăн.

— Юрĕ, — терĕ Тамара вĕчĕрхенсе, вара çÿлĕк çинчен кĕнеке илчĕ те хăвăрт пÿртрен тухрĕ.

Унăн ниçта васкамалли те çукчĕ. Ку хĕрарăм ăна халь килте канлĕ ларма та, вулама та парас çук тесе çеç тухрĕ Тамара, тата ун халь темшĕн пĕччен пулас килчĕ. Урама тухсан вăл ниçта кайма аптраса тăчĕ, вара Вальăсен килĕ еннелле хускалчĕ.

Тăвайккине çитсен вăл чарăнса тăчĕ.

Ун умĕнче яланах яка тĕплĕ çуллахи ботинкăпа çÿрекен студент Геннадий Васильевич пăрлак сукмак тăрăх сăрт хысакĕнчен ниепле те улăхаймасăр шăва-шăва юр ăшшĕн чаваланать.

Геннадий Васильевич халĕ темшĕн-çке класа та переменăсенче çеç кĕркелесе тухать, малтан урока пымассерен хыçалти парта хушшинче пĕчченех ларакан Тамара çумне пырса вырнаçатчĕ. Тамара юлашки вăхăтра ăна темле юлташ пек, пичче пек килĕштерĕ пуçларĕ. Çав вăхăтрах унран шкулта чухне чун шикленет. Тамара нихçан та унашкал çынпа калаçса курман. Ăна итлетĕн те — ху нимĕн те пĕлмен пек, ахаль япаласенех ăнланман пек туйăнать.

Студент, хăй çине хыçалтан такам пăхнине сиссе-и, çаврăнса пăхрĕ те сывлăх сунчĕ.

Тамара та, иртсе кайма май пур çĕртех хыçалта пыма аван мартан, васкарах утса студентпа танлашрĕ.

— Ман шумасть, Геннадий Васильевич, кÿрĕр аллăра, — терĕ вăл аллине тăсса,

— Хамах хăпартăм ĕнтĕ, — хуравларĕ студент. Вăл, чăн та, ячĕшĕн çеç аллине тăсрĕ, хăй çавах: — Тавах, — терĕ хăпарса çитсен, унтан хул хушшинчи кĕнекисене кăтартрĕ: Олдингтон, Хемингуэй. — Кунта сахал вулаççĕ, — каларĕ вăл. — Кур, мĕнешкел кĕнекесем вĕр çĕннипех выртаççĕ.

Тамара ку писательсенчен пĕрин çинчен те илтмен. Çавăнпа та вăл ку кĕнекесем çине ăмсанса пăхрĕ.

— Эсĕ ыран шкула пыратăн пулĕ? — ыйтрĕ студент çул юппине çитсен. — Ман кăшт калаçмалли пурччĕ… Халь ăçта каятăн-ха? Клуба-и?

Тамара хирĕçлесе пуçĕпе сулларĕ.

— Митюк билет илнĕччĕ унта сан валли, — студент хĕр ачана сăнаса пăхрĕ, унтан асăрхануллăн хушса хучĕ: — Эс, Тамара, итле-ха, Митюк ăçта чĕннĕ — пур çĕре те сиксе ÿксех ан кай. Вăл таçта та ертсе кайĕ…

Кирек кам урăх çын кĕтмен çĕртен çапла каланă пулсан, вăл Тамарăн вăрттăнлăхне çапла шăршласа тупнăшăн, унтан çавнашкал лаштаттарса хурса асăрхаттарма хăйнăшăн Тамара ăна шарт! кÿренсе лартĕччĕ те сана мĕн ĕç тесе çаврăнса утĕччĕ çеç. Хальхинче вара — тĕлĕнмелле! — çак сăмахсемшĕн нимĕнле кÿренÿ те, намăслану та хăйĕн чунне тивсе ыраттарнине тунмарĕ Тамара. Студент çапла каласса тата пĕтĕмпех çапла пулса тухасса хăй тахçанах пĕлнĕ-кĕтнĕ пек, хĕр ачан чунпе сасартăк темле çăмăл пулса кайрĕ. Студент-ран уйрăлсан вăл хăй сисмесĕрех таçта çав тери васкарĕ.

…Пуç пĕр самант ним шухăшлама та пултараймарĕ, унта йăлт пăтранса пĕтрĕ. Амăшĕ темĕнле пысăк айăпшăн вăрçас вырăнне кăмăллăн каласа хунă чухнехи пек, чун çемçелсе килчĕ. Хăй ăçта кайма тухнине те хĕр ача ял вĕçне утса тухсан тин аса илчĕ.

Валя килте пĕчченехчĕ.

Тамара темĕнле чирлĕрех сăнлине вăл та асăрхамасăр тăраймарĕ.

— Валя! — кăшкăрса ячĕ Тамара кĕрсенех темĕнле сывă мар хĕпĕртÿпе хыпса илсе. — Кичем мана сансăр, тупата!

Валя Тамарăна ĕшенчĕклĕн хăрах аллипе сирчĕ.

— Шăпрах ĕнтĕ эс! Радиона та хăратсах пăрахрăн ав.

Тамара хăйĕн тусĕн тÿрккеслĕхĕшĕн кÿренсе тенкел çине ларчĕ те чылайччен чĕнмерĕ.

Пÿртре пĕр хушă пушаннă сехет çăмахĕ çеç кĕриклетсе сулланчĕ, тукмакĕ сехре хăпартмаллах шатлатса пĕр карт анчĕ. Кантăк тĕлĕнчи çÿлĕк хыçĕнчен пĕр пысăк хура шăрчăк стенана чăкăртаттарса утса тухрĕ те мăк тăрăх кайса пĕрене çурăкне кĕрсе кайрĕ.

— Уй, — терĕ Валя çÿçенсе, — шăрчăк курăнни ырра мар вăл.

Вăл ура çине сиксе тăчĕ те хăйă илсе сак çине хăпарчĕ.

Тамара хăлхинче вăрахчен шăрчăк çунаттисем лăчăртатни илтĕнсе тăчĕ. Чунра темĕнле йĕклентерекен туйăм хускалчĕ, çан-çурăм тăрăх сивĕ хум сăр-р! кайрĕ. Тамара пĕр хушă чакăр куçĕпе чÿречерен урамалла пăхса тăчĕ те, темĕнле çыпçăнчăк шухăша сирсе пăрахнă евĕр, пуçне силлерĕ.

— Валя, эсĕ сивĕ чунлă иккен, — терĕ вăл хуллен.

Валя куна хирĕç мăштах пулчĕ. Çак сăмахсем ун чунне тивнинчен вара çыннăн сисĕни-сисĕнми туйăмĕсене хăш чух туйма пултараслăхĕ ун тăнчах пĕтменни курăнчĕ.

— Каçар, Валя… эп ытлашширех каларăм… Сана кÿрентерес теменччĕ эпĕ… — терĕ Тамара чăн та айăплăн, унтан Валя çине пĕр хушă ним чĕнмесĕр пăхса ларчĕ те хĕр тусне пилĕкĕнчен ыталаса илчĕ. — Пĕлетĕн-и эс, Валя, — хыпăнса калаçа пуçларĕ вăл. — Хăш-пĕр çынпа чухне çак шăрчăкăн та темĕнле асамлă пĕлтерĕш пур пек, çĕр çинче уншăн та пурăнма кирлĕ пек туйăнать. Чăнах, чăнах. Çакăнта эпир куллен курнă, алăпа тытнă, тахçанах хамăра йăлăхтарнă япаласенчех тем çĕнни, халиччен асăрхаманни, чуна туртаканĕ! пур пек. Тепĕр çынпа вара — пач хирĕçле. Чипер ырă çынсенех темшĕн курайми пулатăн.

— Çынна тиркессÿпех эс, — тăсăлнă тути халĕ те вырăна ларсах çитеймерĕ-ха Вальăн. — Эс ытла çÿлтен вĕçен. Шкулта вĕреннĕ чухне пурте çапла… Акă вăтам шкул пĕтер-ха, курăпăр ун чух. Эс аслă шкула вĕренме кĕретĕп тетĕн-и хăв хăраххăн? Эпĕ те санран кая мар вĕреннĕ… Кайран та нумай хатĕрленнĕ… Çитес çулла çавах пĕр-пĕр аслă шкула кĕретĕп. Петькăн куккăшĕ институтра пĕр кафедра пуçлăхĕ тет. Çав пулăшма пулчĕ мана. Хам та хатĕрлепĕтĕп… пурпĕрех хăçан та пулин учительница пулатăп… Санăн ав ăçта каяс тĕллевÿ те çук…

Тамара пит-куçне асаплăн пĕркелентерсе Вальăн сак çинчи кивелсе кайнă истори кĕнекине çавăркаласа ларчĕ. Кĕнеке çумĕнчен пĕр пĕчĕк эрешмен хăйĕн çиппи тăрăх йăрлаттарса урайнелле анчĕ.

Тамара кĕнекене пăрахрĕ те Валя çумне пырса ларчĕ.

— Итле-ха, Валюç, — терĕ вăл чăнахах чирлĕ çын пек, — сана кам та кам мĕн тусан… ну, чуптусан — эсĕ вара унăн пулатăн-и, э? Ĕмĕр-ĕмĕр унăн?

— Чуптусан — паллах, — терĕ Валя. — Вара унталла-кунталла пăркаланасси пĕтет.

— Валя, мана Митюк чуптурĕ… Анчах хамăн пĕрре те чĕре выртмасть ун енне. Ун чухне ман темĕнле ăш йĕрĕнсе килчĕ. Ялан çапла-и вăл, Валя? Халь ман Митюка курсанах ăшра темĕнле йĕкленÿ хускалать. Эпĕ ун чух Валентин çине тарăхса юри унпа кайрăм. Халĕ вара хăрушă-хăрушă мана. Ой, Валюç… Кай! Ăнланмастăн эсĕ мана!

Тамара тутине чăп тытрĕ те хăвăрт ура çине тăчĕ, пальто тÿмине тÿмелерĕ.

Кăнтăр енчи кантăкран хĕллехи сивĕ хĕвел кутăнла пăхрĕ. Унăн хĕрлĕ пайăркисем чÿрече çине лап ÿкрĕç те, алăк çине унпа тĕлме-тĕл çавăн пысăкăшех хĕрлĕ чÿрече мĕлки выртрĕ.

Валя тĕкĕр витĕр пăхса кăтри кая пуçланă çÿçне йăвалакаларĕ.

— Итле-ха, Тамара, — терĕ вăл сасартăк. — Аçу сан кам пулнă — пĕлетĕн-и?

Тамара шарт сикрĕ.

— Атте? Мĕн тума кирлĕ пулчĕ сана вăл?

— Вăл вăрă пулнă, çапла-и?

— Валя! — Тамара сасартăк урипе çĕре тапса илчĕ. — Ан хăйнă пул ун çинчен çапла калама! Илтетĕн-и? Тепре ман аттеме асăнатăн пулсан — эпĕ сана тус мар! Асăн тепре, асăн!..

Валя хăраса ÿкнĕ пек туса юриех пĕр утăм каялла ярса пусрĕ.

— Юрĕ, лăплан, лăплан. Урăх шарламастăп.

Тамара шăлне çыртрĕ те тем шухăша ÿксе пĕр хушă кантăкран пăхса тăчĕ, вара хăвăрт алăк патнелле утрĕ.

— Тăхта ĕнтĕ, эпĕ те пыратăп, — чарчĕ Валя ăна.

Хĕр ачасем пÿрт питĕрсе урама тухрĕç.

— Итле-ха, Тамара, — терĕ Валя хаваслăн. — Манăн тепĕр эрнерен менелник. Анне шăпах çак кунсенче командировкăра пулать. Вăл киличчен уяв туса илме ĕлкĕретпĕр эпир. Çапла-и, Тамара? Юрать-и?

— Сан ялан менелник.

— Эпĕ сана темле турткалансан та хăвармастăп. Пĕркун та улталарăн. Халĕ те килмесен — çилленетĕп! Курăн акă, питĕ хаваслă пулать.

Хĕр ачасем парикмахерски тĕлне çитрĕç.

— Эс çÿç кастаратăн-и? — чарăнчĕ Тамара Вальăран вĕçерĕнсе, — Ман мĕн тума кĕмелле вара?

— Э, атя, Тамара. — Пит-куçне пĕрсе, тутине илемсĕр тăсса йăлăнчĕ Валя. — Атя юлташла. Эппин, эсĕ те кăтралат. Юрать-и? Чăн, чăн, Тамара! Питĕ хитре пулать. Санăн кăтралатмаллах! Сана питĕ килĕшет кăтралатсан курăн акă! Ак халь мĕн ĕренки пур санăн? Кур-ха, мĕн, çакă пăру хÿри пек çивĕте шеллетĕн-и? Кăтралатсан-и, хĕр тĕсĕ кĕрĕ. Хула хĕрĕсене курнă-и эсĕ?

Вун пĕрмĕш сыпăк

Геннадий Васильевич студент практикант паян ирхине хăйĕн класне кĕрсен ачасем яланхи пек мар шавланине асăрхарĕ. Урок итлеме студентсемпе методист килсе ларнине пăхмасăрах класра питĕ шавлă: темшĕн кулаççĕ. Пĕрре лăпланса çитнĕ хыççăн та — пĕр-пĕр чараксăр кулăллă ача ниепле те чарăнаймасăр хихиклетсенех — пĕтĕм класс шав! кулса ячĕ.

— Мĕн пулнă? Мĕнрен кулаççĕ? — ыйтрĕ практикант пĕрре тĕксĕммĕн ларакан Савельев Валентин çине, унтан пуринчен те хытăрах кулакан Петров çине пăхса. Валентин кĕнеке листине çеç канăçсăррăн уçа пуçларĕ; Петров, «эп анчах-им» тенĕ евĕр, унăн-кунăн пăркаланчĕ. Геннадий, аптранипе, хамран кулмаççĕ-и кусем тесе пăлханса ÿкрĕ те никам сисмесле хăй тăрăххăн унтан-кунтан пăхкаласа илчĕ.

Çак вăхăтра ачасем каллех кулса ячĕç.

Хăй таврашĕнче ним кăлтăк та асăрхаманнипе Геннадий пăлханни хăвăртах иртсе кайрĕ, вара ун кĕлетки те яштах тÿрленчĕ, кăнттамрах çаврăнкалăшĕ те йĕркеленчĕ.

— Мĕне пĕлтерет ку? — терĕ вăл шкулта хура-шур курса пиçнĕ вĕрентекен пекех класс çине çирĕппĕн пăхса.

Ачасем тÿрех чăп пулса кантăк тĕлĕнчи хыçалти парта еннелле пăха-пăха илчĕç.

Практикант тинех класс мĕншĕн шавланине пĕлчĕ… Вăл литературăпа урок калама Голубева Тамарăна ура çине тăратнă иккен. Анчах та… илемлĕ кĕске çивĕт туниллĕ хĕр ача вырăнне — кăтра пуçлă Голубева тăра парать!

Гена хăй те пĕр ăстрăм тĕлĕннипе çăвар уçаймарĕ. Урокра мар пулсан Гена хĕр ачана, тен, ятласа тăкнă пулĕччĕ-и, анчах ачасем умĕнче вăл хăй тĕлĕннине те палăртмарĕ. Çитменнине, хĕр ачи ахаль те кĕç-вĕç йĕрсе ярасса çитнĕ.

Геннадий Голубевăна ларма хушрĕ те чыхăна-чыхăна кулакан ачана класс умне кăларчĕ.

Методистпа учительница та, студентсем те вĕчĕрхенме тытăнчĕç курăнать, вĕсем, тахçантанпах шыранă сăна акă халĕ тупнă художник пек, хăвăрт кăна Гена çине куç çĕклесе пăхаççĕ те тимлесех тем çыраççĕ. Вĕсем, паллах, Генăн çитменлĕхĕсене сăкă сăкса пыраççĕ: акă ĕнтĕ урок ларнăранпа вун пилĕк минут та иртрĕ — киле панă ĕçе пĕр ыйтупа та тĕрĕслеме ĕлкĕреймен-ха. Çапах Генăна ку ытлашши пăлхатмарĕ. Вăл пĕрехмай кăтра пуçлă хĕр ача енне пăхкаласа илчĕ.

Урок пĕтсен те Геннадий пăшăрханма пăрахмарĕ, хĕр ачапа калаçса пăхма майлă вăхăт çаврăнасса, аслă перемена çитессе кĕтрĕ, анчах пысăк переменăра кĕтмен чăрмав сиксе тухрĕ… Гена хăй ун чухне учительсен пÿлĕмĕнче çукчĕ-ха; вăл, вуннăмĕш класра урок панăскер, хăйне тĕрлĕ ыйтусемпе тапăннă ачасен картинче тăратчĕ те — аллинчи журналне те учительсен пÿлĕмне леçме ĕлкĕрейменччĕ.

… Учительсен пÿлĕмне Сардонова çавра çил пек вирхĕнсе кĕчĕ.

— Акă курăр, мĕн вĕренеççĕ 9-мĕш класра, — терĕ вăл сĕтел çине çÿхе хуплашкаллă кĕнеке пăрахса.

Пурте сĕтел патне тăкăлчĕç.

— «Уход за новорожденным», — вуларĕ тахăшĕ кĕнеке ятне. — «Советы молодым супругам».

Пĕр самант шăплăх тăчĕ.

— Ак ача-пăча те вĕсене!

— Качча кайма хатĕрленет-ши ĕнтĕ?

Тахăшĕ хÿтĕлекен те тупăнчĕ.

— Мĕнех-ха… Вулатăр. Эп ним сиенлине те курмастăп кунта. Эпир ахаль те ку ыйтупа пачах вĕрентместпĕр вĕсене. Çавăнпа вĕсем хăйсемех шыраса тупаççĕ мĕн кирлине. Тен, ун ĕмĕт туртăмĕ ачасем енче? Кĕнекине тăпăлтарса илме те кирлĕ пулман.

Директор вара пуçран çапнă майлах пĕр хушă анраса тăчĕ.

— Мур пĕлет, мĕн тăваççĕ ку класра, — терĕ вăл кĕнеке листисене çилĕллĕн уçкаласа. — Класс пуçлăхĕ кам-ха унта пирĕн? Максим Миронович чирлĕ. Геннадий Васильевич? Ăçта вăл халь? Килсенех ман пата пытăр!.. — Директор çÿхе кĕнекене кĕпçелесе тытрĕ те, ун хыççăн пÿлĕм алăкĕ шалтлатса хупăнчĕ.

Гена хăйне директор чĕннине пĕлсен учительсен пÿлĕмĕнчен тухса юнашар пÿлĕме кĕчĕ.

Директор хăй пÿлĕмĕнче пĕчченехчĕ. Унăн симĕсрех вичкĕн куçĕсенче кас-кас директор ĕçĕсĕр пуçне урăх ним те пĕлесшĕн мар пек çиçекен хĕлхемсем ялкăшса илеççĕ.

— Вырнаçăр, — терĕ вăл тараватлăн вăрăм аллипе сĕтеле хирĕç ларакан диван çине кăтартса.

Унăн сассинче пысăк калаçу умĕнхи çынна пăлхатса яракан лăпкăлăх сисĕнчĕ.

Директор васкамарĕ. Умĕнчи хутне çырсах пĕтерчĕ, ăна папкăна чикрĕ, темĕнле хутсене ерипе пăлхаткаласа сĕтел хĕррине шутарчĕ, икĕ-виçĕ хутчен сĕтел сунтăхне уçса хупрĕ, вара хăй умне тухса выртнă кĕнекене сылтăм аллипе хуллен çапрĕ те, сĕтел çине сулахай енчен çутă ÿкерекен пÿлĕмри пĕртен-пĕр пысăк чÿрече çинелле пăхса, хăй умĕнче çын пуррине асăрхаман пекех, шухăша кайрĕ, унтан сасартăк пуçне Гена еннелле пăрчĕ.

— Учительсен пÿлĕмĕнчен хăвăр класăрăн журналне илсе килĕр-ха, — терĕ вăл малтанхинчен те лăпкăн.

Гена учительсен пÿлĕмĕнчен класс журналне илсе килсе директор умне хучĕ те каллех хăйĕн вырăнне ларчĕ.

Директор журнал çине тепĕр аллине хурса хальхинче алăкалла пăхрĕ.

— Хăвăр класăрăн çыру тетрачĕсене илсе килĕр-ха.

Гена пĕр çĕклем тетрадь йăтса кĕрсе каллех сĕтел çине хучĕ.

Директор çаплах тем шухăшласа ларчĕ.

Каламан сăмах çынна хăш чухне ытларах та хăратать. Хăйне нихăш енĕпе те кăтартман, эс ун пултарулăхне пĕлмен çын та темĕнле «турă сывлăшлĕ» япала пек чĕнмесĕр, никампа хутшăнмасăр, питĕ ĕçлĕн çÿренĕ чухне пысăк хайлаллă та куç пăвас çын пек туйăнса ирĕксĕрех чуна çÿçентерет.

Директор умĕнче ларнă самантра Генăн чĕринче шăп çавăн пек шиклĕрех туйăм хускалчĕ. Чун темĕн ырă мара кĕтсе канăçсăрланчĕ.

— Геннадий Васильевич! — витĕмлĕ сасă шарт! сиктерчĕ Генăна самантран. — Мĕн пулчĕ сирĕн çав Голубевăна?..

Гена кун пек ыйтăва хирĕç тÿрех мĕн тавăрса каламаллине те пĕлмерĕ.

— Ача пĕтĕмпех пăсăлса кайрĕ-çке, — терĕ директор малалла, унăн сасси хăпарнăçемĕн хăпарса, хаярланса пычĕ. — Уроксене вĕренмен, чарусăр, пухусенчен тухса тарать, учительсене кÿрентерет, мур пĕлет, мĕнле киносене çÿрет, мур пĕлет, мĕнле кĕнекесем вулать. Урокра кирлĕ мар ĕçпе аппаланать. Çÿç кăтралатать, каçсерен ташăра!.. Ыйтатăп эпĕ: мĕн пулнă ăна? Пĕлетĕр-и, Геннадий Васильевич, эсир çакна?..

— Пĕлетĕп.

— Пĕлетĕр?.. — директор студента çăвар уçма памасăр, хĕрсе кайса, тата хытăрах калама тытăнчĕ: — Эсир çапла вĕрентетĕр-и ăна?! Е сире пурпĕрех-и? «Студент практикант! Маншăн пулсан — ик айкки те тăвайкки! Икĕ уйăх çурă пурăнатăп та — хÿрене тĕвĕлетĕп!» Çапла мар-и сирĕн шухăшăр?

— Эсир йăнăшатăр, Петр Петрович, — терĕ Гена лăпкăн. — Эпĕ класпа уйăха яхăн çеç ĕçлетĕп-ха…

— Эсир уйăх ĕçлени пирĕн варăмăрсенех çапрĕ, — каллех касса татрĕ директор. — Çаксем пĕтĕмпех пĕр уйăхра пулса иртрĕç… Акă унăн шкулти тĕп ĕçне — «вĕренÿ» тенине — илсе пăхар, — класс журналне хăвăрт уçкалама тытăнчĕ вăл, — Акă эсир киличченхи.., Литература — 5, 4, 3, 4. Акă эсир ĕçлеме тытăннăранпа — 3, 3, 2, 2. Алгебра — 3, 2, 3, 2… Кусем пĕтĕмпех эсир килнĕренпе. Акă малалла каяр…

Директор листа хыççăн листа уçса Голубевăн вĕренÿ паллисене каларĕ.

Гена шăпăртах ларчĕ. Директор хĕрнĕçем хĕрсе пычĕ.

— Эсир унăн дисциплинине класра сÿтсе явас пирки те пÿрнене пÿрнепе тĕкĕнмен! — терĕ вăл малалла кăшкăрсах. — Эсир ăна шкул тулашĕнчи ĕçсене хутшăнтарас, вĕрентес пирки ним туман кăна та мар, эсир ăна шкул йышĕнчен те пистернĕ.

— Çук, Петр Петрович, — терĕ Гена. — Ăна пуху-канашлусенче ятлани тăн паман пулĕччĕ. Ятланисĕр пуçне пирĕн тата шкулти çитменлĕхсене пĕтерес пирки те шухăшламалла. Хăш-пĕр учительсем ачасене вĕрентме мар, хăйсем вĕрентекен предметран та сивĕтеççĕ… Сăмахран, эпĕ литература пирки çакăн пек калаçнине илтетĕп: «Пĕр-пĕр произведени шкул программине кĕнине пĕлсенех — унран чун сивĕнет», — теççĕ.

— Тăхтăр-ха, Геннадий Васильевич, халь сăмах ун çинчен мар. Тăхтăр-ха, мĕнле каларăр-ха эсир? Йышпа ятлани ним те памасть терĕр-и? Мĕн тумалла вара? Эсир мĕн тума сĕнĕттĕр?

— Çын йышра, йышăн пĕр пайĕ пулсан тин ăна йыш ятлани пулăшать. Çын хăйне хăй йышăн пĕр пайĕ тесе шутламасан йышпа ятланин усси сахал.

— Мĕншĕн ăна йыша явăçтарман? Эсир учитель-и е кам? Мĕншĕн ăна кружоксене хутшăнтарман? Ма вăл пĕччен? Ма унăн тусĕсем çук?

— Ачан, калăпăр, юрлама кăмăл туртăмĕ çук пулсан епле-ха ăна вăйпах юрлаттаран? Харпăр хăй ачан хăйĕн чун-чĕре туртăмĕ пур. Çавна тупас пулать пирĕн. Çавна тивĕçтермелле учителĕн.

— Акă унăн туртăмĕ!.. — Петр Петрович сĕтел çинчи çÿхе кĕнекене çĕклесе çапрĕ, унтан паркетлă урайĕнче ботинкипе канăçсăррăн кăтăртаттарса каллĕ-маллĕ ута пуçларĕ. Хапха пек кантăкран шăн çăка тăрри курăнчĕ те пăркаланса сулланчĕ, каллех кантăкăн çÿçеллĕ карри хыçĕнче çухалчĕ.

— Акă унăн туртăмĕ! — терĕ сĕтел патне утса çитнĕ директор çав кĕнеке варринченех темĕнле ĕлке кăларса пăрахса.

Гена, хăйĕн хăюсăрлăхне сирсе пăрахнă пек, пуçне силлесе илчĕ те чĕрре кĕрсех калаçма тытăнчĕ:

— Мĕнех вара ача çĕвĕ çĕлеме юратать пулсан? Ман шутпа, ăна уншăн тирĕс шăлмалла мар. Тен, шкулта çĕвĕ кружокĕ уçмалла пулĕ. Эсир калатăр: мĕншĕн Голубевăна йыша явăçтарман, мĕншĕн вăл пĕччен, мĕншĕн унăн тусĕсем çук тетĕр… Акă халь илĕпĕр: ачасем пĕр класра, пĕр парта хушшинче лараççĕ; вĕсен пĕр-пĕринпе калаçма та, сăмах хушма та юрамасть. Çакăн пек чухне вĕсем хушшинче туслăх-юлташлăх пур тетĕр-и эсир? Нимĕн чухлĕ те. Ан тив, ачасем пĕр класра ик-виç çул пĕрле ларччăр — пурпĕрех вĕсен пĕр-пĕринчен ютшăнасси пĕтмест, çирĕп туслăх чăмăртанмасть, пулăшса ĕçлесси çук. Ачасене, класĕ-класĕпе, ушкăнĕ-ушкăнĕпе, ĕçе сахал хутшăнтаратпăр эпир. Хулари шкулсем ку енĕпе пиртен маларах кайнă, кружоксем те ытларах вĕсен. Хулари спорт клубĕсем, техника клубĕсем, Пионерсен çуртĕнчи тĕрлĕ секцисем — пурте вĕренÿпе воспитани ĕçне тăваççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрте хамăрăн Иван Яковлевич уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулнех аса илер… Ун ачисем çĕр сухаланă, акнă, пуçтарнă — хăйсем валли хăйсем тыр-пул, пахча çимĕç туса илнĕ… Ун ачисем хресчен те, столяр та, тимĕрç те, артист та, художник та, музыкант та пулнă. Йыш та çирĕп чăмăртаннă вĕсен, туслăх та çирĕп пулнă. Яковлев традицийĕсене манса пыратпăр эпир…

— Эсир ĕмĕтленме юрататăр иккен. Ку ухатер аван!.. Анчах пирĕн шкул программинче ун пек япаласене палăртма темшĕн астуман вара. Министерствăрисен ас çитеймен-тĕр, — йĕкĕлтесе каларĕ директор. — Çырса пĕлтерес мар-и ăслă çын тупăнчĕ тесе… Кĕтÿри пĕр путек шырлана кĕрсе ÿкрĕ пулсан чи малтанхи ĕç — шырланне пĕтересси мар, шырланĕнчен путекне туртса кăларасси пулать… Пирĕн умра халĕ чи малтанхи ĕç тăрать. Иккĕмĕшĕ — пирĕн ĕç мар, ăна пирĕнсĕрех тăвĕç… Апла пулсан кам чарать сире тĕрлĕ кружоксем йĕркелеме? Ку вăл комсомол ĕçĕ, пĕлесех тетĕр пулсан, пионер ĕçĕ! Класс тулашĕнчи ĕç!.. Пирĕн тĕплĕ кружоксемпе ытлашши аташса кайма, тÿрĕ каласан, вăхăт та, ытлашши пус та çук. Талăкра çирĕм тăватă сехет мар, вăтăр тăват сехет пулнă пулсан — тăваттăшне тĕрлĕ кружоксем валли парăттăмăрччĕ. Халь эпир вĕренÿ программине те аран-аран çеç тĕкĕнтеркелесе, вăхăта татса-сыпса çеç çитеркелесе пыратпăр. Вăхăт çитмест ачасен: паян кружока хăвар — ыран вăл пĕр-ик урок хатĕрленмесĕр килет, пĕрре экскурси ту — тепĕр кунне пĕтĕм шкулĕпе пăтăрмах. Эпир харпăр ачашăн уйрăм кружок йĕркелеме пултараймастпăр. Кунта пирĕн улт çĕр ачан улт çĕр туртăм улт çĕр енне… Çĕр çинче мĕн пурри, мĕн кирли енне туртăм вăратмалла. Тата çакна манма кирлĕ мар: сирĕн алăрта аслă класс. Сирĕн алăрта мăн çынсем, паян-ыран хăй тĕллĕн пурăнма тытăнас çынсем… Пионер мар вĕсем тек тĕрлĕ вак-тĕвек кружоксем, çĕвĕсем-темсем çинчен калаçма. Çавна ăнланмастăн эсĕ, хисеплĕ Геннадий Васильевич! Программа, программа! Акă мĕн пурнăçа кĕртмесси ĕнсе хыçтараççĕ пире. Ăна министерство çирĕплетнĕ. Халĕ кунта эпĕ директор чухне — тархасшăн — программăпа ĕçлĕр! Вĕрентĕр ачана!

Гена, чăтăмлăн итлесе ларнăскер, хальхинче вĕчĕрхене пуçланине пытараймасăр ура çине тăчĕ.

— Петр Петрович, эп калам сире тĕрĕссине, — терĕ вăл. — Çав Голубевăнах илер… Ăна çак программа йăлăхтарса çитернĕ. Ятланине кунта ним те тухмасть. Малашне те кун пекех пулсан, эпĕ татсах калатăп, вăл шкула çÿреме те пăрахать, пачах йăнăш çул çине тăрать… Эсир ачасене ятласа тăн парасшăн…

— Тăхта-ха, тăхта, пушмак — пĕтĕм кашкăр санăн пулĕ!.. Акă мĕн иккен! Ав епле! Ирĕк парăр-ха, тархасшăн, сире пÿлме. Мĕн тăвасшăн вара эсир? Мĕнле йĕрке тăвасшăн шкулта? Мĕнле çĕнĕ программа йышăнасшăн? Ку питĕ тĕлĕнмелле япала маншăн, — терĕ директор.

— Сăмахран… Хăвăрах каларăр-çке: «Ачана паян пĕр-пĕр кружока хăвар — вăл ыран темиçе урок хатĕрленмесĕр килет», — терĕр, Ачасен ним тума та вăхăт çук.

— Тăхта-ха, мĕн тăвасшăн вара эсĕ? — малтан хăй хисеплесе чĕннĕ «эсиртен» халĕ ĕнтĕ хисепсĕр «эсĕ» çине куçрĕ директор. — Мĕн, çĕнĕрен педологи вĕрентĕвне шкул никĕсне хывасшăн-и? Ăна вăтăрмĕш çулсенчех çапса хуçнăччĕ. Тен, каллех лабораторно-бригаднăй меслет кĕртесшĕн? Тавтапуç! Куртăмăр пурне те!.. Эс суннă ырлăхсене эпир эсĕ çураличченех тĕпрен тăпăлтарнă, Пирĕншĕн вĕсем çĕнĕ мар, пирĕншĕн вĕсем çÿп-çап пулнă.

— Çук, Петр Петрович, — хирĕçлерĕ студент. — Ачасене вунă çул вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ çеç парасси, ачана аслă шкула кĕме çеç хатĕрлесси – çаксем вĕсем çĕнĕ-и?

Ку вăл революцичченхи гимназисен йĕркинчен мĕнпе уйрăлса тăрать тетĕр эсир? Пирĕн вăхăтри вĕрентĕве ĕçпе çыхăнтармалла. Кунсăр пуçне тата… Пирĕн ачасем час-часах, 10-мĕш класс пĕтерсен те, хăйсен пултарулăхĕ хăш енне иккенне хăйсем те пĕлмеççĕ. Вăтам шкул хыççăн вара аслă шкула кĕме çеç пĕтĕмĕшле пĕлÿ илнĕскерсем хăш института кĕме майĕ пур, çавăнта вырнаçаççĕ. Пурпĕрех вĕсемшĕн: учитель пулас-и, инженер-и, бухгалтер-и… — аслă шкул тулашне çеç тăрса юлас мар. Кун пек çынран, паллах, пархатар сахал. Çыннăн пултарулăхĕ мĕн патне пулмаллине ача вуннă-вун иккĕре чухнех асăрхама пулать, çав пултарулăх палăрнă вăхăтра пулăшмалла вĕсене, ачан çав палăрнă туртăмне, пултарулăхне аталантарма май памалла. Тен, хайлаллисем валли шкулта тĕрлĕ уйрăмсем йĕркелемелле пулĕ… 6—8-мĕш классенчех пĕр-пĕр туртăм палăрнă ачана уйăрса илсе унăн çав вăраннă пултарулăхне пайăррăнах йăл илме май туса памасан кайран 10-мĕш класс пĕтернĕ çĕре çав палăрнă пултарулăх çине е каю шăтать, е вăл сĕвĕрĕлсе каять — ачан пуçне вара эпĕ пурне те пултаратăп, манăн таçта кайса тем тума та, кирек кам пулма та пултарулăхăн пур текен йăнăш шухăш, тăвар каснă пек, çапса-касса лартать çеç…

— Итле-ха, Геннадий Васильевич, тĕрлĕ ăпăр-тапăр шухăша ытлашши ним сăвăрмасăр, ним алламасăр хăвăн пуçна тултарнă эсĕ… Хаçатсенче те тĕрлĕ ăс пур… Акă кур, паянхи хаçатра пĕр тăмпайĕ мĕн калать: хальхи саманара опера, симфони тавраш — ухмахла, никама кирлĕ мар япала иккен. Çакна калаканни тата ахаль çын та мар — инженер… Сана, Геннадий Васильевич, алă айне лекнĕ тĕрлĕ теорисенчен киввипе çĕннине уйăрса илме ăс-пуçунтан марксизм-ленинизм алли çукки пÿлсе, чăлхантарса пырать.

— Апла мар, Петр Петрович… Каçарăр-ха, каласа пĕтерем шухăша… Акă халь çеç эпĕ каланă йышши ачасем аслă шкулта вĕренсе нумай усă параяççĕ-и? Çакăн пек ачасем пирĕн шкулта пĕрре-иккĕ кăна тетĕр-и? Çурри ытла! Акă пирĕн ачасене илер, — терĕ студент малалла ытларах та ытларах чĕрре кĕрсе пынă май, — вăтам шкул пĕтернĕ, çитĕнсе çитни çинчен хут илнĕ, пурнăç путевки илнĕ — ним ĕçе те çыпăçаймасть, нихăш ĕçре те алли çаврăнмасть…

— Эс тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа ман пуçа ан çавăр! — сасартăк сĕтеле çапса кăшкăрса ячĕ директор. — Тÿрĕ каласан, ку политика ыйтăвĕ… Ку… ку — парти ыйтăвĕ, тепĕр тесен!.. Эпĕ икĕ вăрçăра пулнă! Эс — чĕчĕ пăрушĕ — мана вĕрентме хăятăн! Эп сана паянах шкултан тапса сирпĕнтеретĕп! Шкул системи килĕшмест ăна, совет шкулĕн йĕрки! Иртнĕ ĕмĕрти чăваш шкулĕн йĕркине никĕсе хурасшăн вăл, турра та патшана пăхăнса-парăнса пурăнма чĕннĕ çын традицине!..

— Çырлахсамăр, Петр Петрович! Мĕн калаçатăр эсир! Ман пирки ĕнтĕ, атя, тем каласан та чăткалăп тейĕпĕр… Яковлев çинчен епле çапла лаплаттарса хума хăятăр?

— Вăл монархист, турра ĕненекен çын пулнине тата эсĕ турта курман юпах тиха иккенне лайăх пĕлетĕп эпĕ… Йăптăхна тăк малтан! Марш кунтан!

Гена урăх çăвар уçма та ĕлкĕреймерĕ, директор хăй пÿлĕмĕн алăкне уçса кăшт пăрăнчĕ те уçă алăкра, аллине хăлăпран вĕçертмесĕрех пĕр çын тухмалăх вырăн хăварса, студент тухасса кĕтсе тăчĕ.

Гена çакă пĕтĕмпех кĕтмен çĕртен килсе тухнипе анăш-тĕнĕшленсе малтанхи самантра ним шухăшлама та ăс çавăраймарĕ.

Вăл пăтранчăк кăмăлпа тепĕр сехет-сехет çурăран учительсен пÿлĕмне кĕчĕ. Кунта студентсем иртнĕ уроксене сÿтсе яваççĕ-мĕн. Александр Семенович, практикăри студентсен пуçлăхĕ, çав вăхăтрах методист, алăка хирĕçле кантăк тĕлĕнче лараканскер, ура çинче тăракан Коршунова студенткăна педагогика йĕркинчен пăрăнсах тăн парать.

— Мĕн чаваланса тăратăн эс унта, кала-ха? — тет вăл хытах. — Ачи ахаль шăрчăк, эсĕ тата çĕтĕлтеретĕн. Пĕтĕм урока пăсса хучĕ-çке, э?

— Ара, урокне пĕлмест те, — сиксе тавлашать Коршунова та, тачка лутра хĕр, тутине ялан такампа кăмăлсăр пек тăсса çÿрекенскер.

— Эсĕ ху та мĕн чухлĕ теорилле, мĕн чухлĕ методикăлла, педагогикăлла йăнăшсем туса тултартăн. Мĕн кинора пулнисене, ташланисене, çÿç пирки асăнса тăратăн? Хĕр ачи ахаль те патне çитнĕ…

… Методист учительсен пÿлĕмне Гена кĕрсен те юри вара калаçăва чат урăх енне пăрчĕ.

Генăна никам та сăмах хушмарĕ. Пурте ăна асăрхаманçи пулса курнă куçа курмăш, илтнине илтмĕш турĕç. Те Генăна хăйне çеç çапла туйăнчĕ. Директор хăй патне мĕншĕн чĕнтернĕ пирки те никам та ыйтас, пĕлес темерĕ.

Кунта темĕнле тĕплĕ калаçса татăлнă кавар сисĕнсе тăнăн туйăнчĕ.

Гена хăй те никама ним каламасăрах учительсен пÿлĕмĕнчен тухрĕ. Вăл шкултан мĕншĕн халех кайнине унран ыйтакан та, практикант йĕркине çапла майпа пăснишĕн ăна асăрхаттаракан та пулмарĕ.

Вун иккĕмĕш сыпăк

Тепĕр кунне шкулти учительсем хушшинче кунĕпех шавлă лару-тăру тăчĕ. Пурте Геннадий Васильевич студент практикант çинчен калаçрĕç.

Шкул йĕркисем те килĕшмеççĕ иккен ăна. Пирĕн шкул чĕр тавар çеç хатĕрлет имĕш… Елĕкхи шкул йĕркисене никĕсе хывмалла имĕш т. ыт. те, т. ыт. те.

Пурте ахлатса тĕлĕнчĕç.

— Ку хăрушă япала-çке!

— Мĕнле майпа шкула килсе çакланма пултарнă вăл?

— Епле асăрхайман ăна ку таранччен?

Хăшĕ-пĕри тата çапларах та суйланчĕ:

— Васильев Геннадий Васильевич çавнашкал тесе тĕлĕкре те тĕлленмен. Пăхатăн: чипер ăслă-пуçлă çынах!

Геннадий Васильевича тепĕр енĕпе те вăрçрĕç. «Вăл хăйĕн класĕнчи хĕр ачан пуçне çавăрса янă, вăл пăсса янă Голубевăна», — терĕç уççăнах.

Ку кун Гена хăй шкулта ирех курăнмарĕ. Ăна никам та кĕтмерĕ. Текех кунта вăл ура ярса пусас çук пуль тесе шутларĕç учительсем, вара: «Йÿç кăшманăн сайри паха», — терĕç.

Анчах та Геннадий шкула пычĕ. Аслă перемена вăхăтĕнче çитнĕскер, вăл пĕрремĕш хутри коридор алăкĕ тĕлĕнче хăйсен Феня ятлă студенткине, практикăри студентсен ушкăнĕн старостине, тĕл пулчĕ. Феня Генăна курсан алăк хăлăпне аллинчен вĕçертрĕ те ерипен каччă умне утса пычĕ.

— Ырă кун, Гена…

— Ху та сывлăхлă пул, Феня, — тавăрчĕ Гена çирĕппĕн те йĕркеллĕн. — Александр Семенович пур-и?

— Вăл ĕнерех хулана кайрĕ, паян юлашки урок тĕлне кăна çитетĕп пуль терĕ. Институтра ун кафедра ларăвĕсенче пулмалла тет. Сана курасшăнччĕ вăл питĕ. Мĕн эсĕ ĕнер никампа ним калаçмасăр тухса кайнă?.. Никам та сисмен эс кайнине. Александр Семенович мана ятлать. Иртĕхтерсе ятăн тет. Йĕркене те пăхăнмастăр тет. Сана вăл шутсăр хытă тарăхнă. Кун пек пулсан эп ăна зачет памастăп, ан тив, тепĕр хут практикăна кайтăр тет.

— Ан патăр тата… — Гена аллине сулса илчĕ те иккĕмĕш хуталла хăпарма картлашка çине ура ярса пусрĕ.

— Ан васка-ха эсĕ, — çаннинчен тытса чарчĕ ăна хĕр. — Мĕн пулнă сан ĕнер директорпа? Питĕ шавлаççĕ паян кунта учительсем.

— Мĕн тесе?

— Тем текен те пур унта…

Çÿлтен ачасем кĕпĕрленсе чупса анчĕç те вĕçĕмсĕр «здрасте», «здрась».,. тесе икĕ студент хушшипе ирте пуçларĕç, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрсах ячĕç.

— Юрĕ, тепĕр чух калăп… — Феня енне аллине сулчĕ Гена картлашка тăрăх çÿлелле хăпарнă май.

Иккĕмĕш хутри коридор алăкне уçса учительсен пÿлĕмĕ еннелле сулăнсанах хăйсен тепĕр студенткине пырса çапăнчĕ Гена.

— Ха, Васильев пулчĕ-çке ку — çын çумне пăван пек пырса çапăнаканскер, — терĕ студентка йĕкĕлтевлĕ сасăпа мăшкăлларах. Хăй вăл Коршунова Зина пулчĕ. — Çапса ÿкертĕн пулсан илсе пар кĕнекене…

— Каçар, — Гена хăвăрт пĕшкĕнсе Зина аллинчен ÿкнĕ кĕнекене илсе пачĕ.

— Ну и ну-у, Ген-на-ди-ий…

Коршунова куçне чарса Геннадий çине тăрăнчĕ. Унта те йĕкĕлтевлĕ, те мăшкăллă, те çын инкекĕшĕн савăннă чухнехилле, туппине тÿрех тупма çук хĕлхемсем çиçсе тăраççĕ.

— Мĕн вара эпĕ? — тĕлĕнсе пăхрĕ ун çине Гена.

— Ну и ну-у эс… Ну, тĕлĕнтере-е-ен!..

— Мĕн, ара, мĕн?

— Ну и ну-у-у!.. — çаплах шăл йĕрсе уласа тăчĕ Коршунова.

Генăн ăна çак самантра çав тери питĕнчен çутăлтарса ярас килсе кайрĕ, вара вăл хăйĕн çилли тулсах çитиччен тăхтас мар тесе вăрт! çаврăнчĕ те учительсен пÿлĕмĕ еннелле утрĕ. Пÿлĕм алăкĕ умĕнче ун çулне Данилова Нина студентка пÿлсе хучĕ. Вăл, лутра та тачкаскер, хулăн сасăпа калаçаканскер, тÿрех Гена сăмси айне пуçне чикрĕ.

— Итле-ха, Васильев, мĕн туса хунă эсĕ ĕнер? Чăнах çапла каланă-и эс директора? — ыйтрĕ вăл, темле хăйĕн çеç пĕлме тивĕç вăрттăнлăх çинчен сăмах пынă пек, пăшăлтатса та йăпăлтатса.

— Мĕнле каланă?! — Коршуновăна капланнă çиллипе пачах урăх çынна кăшкăрса пăрахрĕ Гена, вара коридорти ачасенчен вăтанса самантрах шăлне çыртрĕ, учительсен пÿлĕмĕ умĕнчен вашт! пăрăнчĕ те коридор тăрăх утса кайрĕ. Коридор вĕçне çитсен мĕн тума килтĕм-ха эпĕ кунта тесе чарăнчĕ. Класс алăкĕ çине мĕн çырнине ăнланмасăр пăхса тăчĕ. 9а тесе çырса хунă унта. Мĕне пĕлтерет-ха ку?.. Э-э… Çакăнта класс пуçлăхне çирĕплетнĕччĕ-çке ăна практика ирттерме.

Геннадий алăка май килнĕ таран лăпкăраххăн туртса уçса класа кĕчĕ. Класра пĕртен-пĕр дежурнăй ача кăна, Петров хушаматлăскер, форточкăсене йăлт уçса пăрахнă та йĕпе тутăр татăкĕпе доска шăлать.

— Ытти ачасем ăçта? — ыйтрĕ Геннадий унран.

— Урама хăваласа ятăм… Атту класа уçăлтарма памаççĕ.

— Голубева пурччĕ-и паян?

— Пурччĕ те — кайрĕ.

— Мĕнле кайрĕ?

— Нимĕç чĕлхи урокĕнче Елена Сардоновна ятлаçрĕ те, — пĕлтерчĕ Петров.

— Мĕншĕн?

— Голубева урок пĕлмерĕ, — ирĕксĕррĕн каларĕ Петров. — Елена Сардоновна: «Сан çÿç кăтралатма çеç», — тесе хучĕ. Тамара: «Сан урокусене итлессĕм килмест ман», — терĕ, Елена Сардоновна вара ăна урокран тухса кайма хушрĕ…

Геннадий класран тухсан ниçта кайма аптраса тăчĕ. Учительсемпе студентсен куçĕ тĕлне те пулас килмерĕ унăн текех. Урока ларма шăнкăрав янраса кайсан вăл хыпаланса ÿкрĕ, учительсен пÿлĕмĕ енне ура ярса пуснăскерех, чарăнса тăчĕ те коридортан тухмалли алăк еннелле утрĕ, хирĕç кĕпĕрленсе килекен ачасем ăна çапăна-çапăна иртрĕç, сывлăх сунакан ачасене сÿрĕккĕн пуç сĕлтсе хуравла-хуравла вăл шкул кил картинех тухрĕ, унтан кил картинчен те тухса кайрĕ.

«Юрĕ, Александр Семенович киличчен кĕрем мар унта, — шухăшларĕ вăл. — Урок пĕтнĕ тĕле кайăп».

Геннадий райцентрпа тĕкĕнсех тăракан яла хăйĕн хваттерне утнă май каллех Тамара инкекĕсем пирки пăшăрханса шухăшларĕ.

«Чăн та, шкултан пачах сивĕнме пултарать-çке ку… »

Кайран, кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлнелле, хваттертен тухса шкулалла утнă май Геннадий Тамарăсем патне кĕрсе тухма шутларĕ.

«Амăшĕпе канашласа пăхас, хăйĕнпе калаçса илсен тата лайăхчĕ», — ĕмĕтленсе пычĕ вăл çул çинче.

Тамарăсем патне кĕрсе тухас шухăш Генăн паçăр хваттерте ларнă чухнех, Митюк валли амăшĕ кĕпе-шăлавар якатнине курсан, çуралчĕ.

— Ма хăйне якаттармастăн? Ача мар ĕнтĕ вăл текех, — терĕ Гена карчăка.

— Э-эй, пĕртен-пĕр ывăла та кĕпе-йĕм якатса памасан камшăн, мĕншĕн пурăнас ман… — Утюгне йăпăртлăха лартсах аллисемпе хăлаçланса илчĕ карчăк. — Хĕрсем вечера чĕнеççĕ тет. Каччă пулчĕ ĕнтĕ, хĕр шучĕ кĕнĕ… Авлантармалла çеç, Çинахви Валин менелник тет-и ыран. Эсĕ пĕлетĕн-ха ăна, пирĕн пата та час-часах килкелесе каять, Енер те кĕрсе тухрĕ…

— Зиновьева Валя-и? Кĕпер патнерех-ха вĕсен килĕ…

— Çавă çав. Вĕсен тĕлĕнче пĕр пысăк хурама пур.

«Тамара Голубевăн тусĕ-çке ку Çинахви Вали тени… Эппин, паян Тамара та унта пулать… » — тавçăрса илчĕ Гена.

Ун чĕри хĕсĕнсе ыратса кайрĕ…

Килĕнче Тамара хăй те, амăшĕ те çукчĕ. Кил пăхма хăварнă мăнтăркка уксах хĕрарăм çеç, майралла тумланнăскер, чăлха çыхса ларатчĕ. Ку вăл кÿршĕри Вовăн ама çури амăшĕ пулнă.

— Амăшĕ ял-ял урлă, тахăш хулана терĕ, пиччĕш патне кайрĕ-ха, ырансем-виçм инесем таврăнать пулĕ, — терĕ вăл, Тамара пирки çапла каларĕ: — Паян шкултан ирех таврăнчĕ. Урăх каймастăп тет. Шкулĕнче те, ман хăраххăм, пур чухне те пуç тавра шутласа калаçмаççĕ пулмалла. Кÿрентернĕ ачана. Каччăсемпе çÿрет имĕш. Хĕрĕн шухăшне малтан амăшĕ сисекенччĕ те, амăшĕ ун пек-кун пек шарламастчĕ. Ашшĕпе хур тăваççĕ тет тата. Хăйне такам кăтралатса янă… Амăшĕ килсен тем калĕ ĕнтĕ…

Гена Тамарăна кирек мĕн пулсан та шкула яма хушрĕ.

— Шкулне каять пуль-ха. Халĕ те шкула кайрĕ-ха. Хĕр тантăшĕсем килсе чĕнсе кайрĕç. Комсомол пухăвĕ тет-и вĕсен паян?..

«Мĕнле вара эпĕ куна пĕлмесĕрех юлнă? Хăçан йышăннă-ши пуху ирттерме? Ма мана никам та ним те систернĕн?.. »

Гена шкула васкарĕ. Шкул картлашки тăрăх иккĕмĕш хуталла чупса хăпарчĕ. Вăл коридор алăкĕн хăлăпне тытса туртрĕ çеç — леш енчен те ăна такам çав вăхăтрах тĕртнипе йывăр алăк шалт уçăлса кайрĕ те, тухакан çын Гена ытамнех тирĕнсе анчĕ.

— Тамара? — тĕлĕнсех кайрĕ студент. — Ăçта васкатăн эсĕ капла?

Гена сасартăк çăварне хупрĕ. Хĕр ачан шывлă куçĕ хаяррăн йăлтăртатса илчĕ, пит çăмарти тăрăх хăйĕн нÿрĕ йĕр анать. Хĕр ача пĕр самант — хăйĕн умĕнчи çынна паллай-масăр-и — куçне чарса пăхса тăчĕ-тăчĕ те пуçне хыçалалла вăрт! ывăтрĕ, картлашка çинелле ыткăнчĕ.

— Тăхта-ха, — чарчĕ ăна Гена.

Хĕр ача карлăкран тытса чарăнса тăчĕ.

— Мĕн пулнă сана?

— Эпĕ кил-мес-тĕп урăх кунта! Пĕрре те, пĕрре те!..

— Мĕн унта?

— Пуху… — терĕ хĕр ача, вара ĕсĕклесе илчĕ те, сасăпах макăрса яма хатĕрскер, пуçне карлăк çине хума тăчĕ, анчах алăк сассине илтсе апла тумарĕ, карлăкран вĕçерĕнсе аялалла чупрĕ. Картлашка çине тухса тăнă Елена Сардоновна çине вăл епле куç çиçтерсе пăхса илнинчен Гена кунта мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех ăнланчĕ.

— Голубева! Вĕренекен-и эс е кам? — кăшкăрчĕ Сардонова икĕ картлашка аялалла анса. — Пĕтнĕ ку ача!

Вăл Генăна асăрхасан чарăнчĕ.

— Тарчĕ, — терĕ вăл хăй ăссĕн калаçнă пек, унтан кĕтмен çĕртен Гена çине тăрăнчĕ. — Курăр, Геннадий Васильевич, савăнăр… Çакă вăл — сирĕн ĕçĕр!..

Гена тем каларĕ-çке, те «Ман кăна-ши?» терĕ вара, çакна вăл хăй те астăваймарĕ, анчах учительница хаяр çилĕпе хыпса илчĕ:

— Сăмсуна чиксе вараласа хăвартăн та — халĕ çакăн пек калама хăятăн?! Тасат кунта халь сан хыççăн. Эсĕ пăсса ятăн ăна пĕтĕмпех! Каçсерен клубра, кинора! Эс пуçне çавăратăн ăс кĕрсе çитмен ачанне! Улах мар кунта пирĕн — шкул!

«Шкул» сăмаха мĕнле сасăпа калани Генăн пĕтĕм чĕлхи-çăварне, ăс-тăнне çыхса лартрĕ. Чун тăвăлса килнĕ чухне вăл ялан чĕнейми пулать, кайран тин хăй ун чухне ним те хирĕç калайманшăн пăшăрханма тытăнать. Ун чухне калас сăмахсем те кайран тин чĕлхе вĕçне килеççĕ…

Ав мĕн шутлаççĕ иккен ун çинчен! Эппин, Гена пăсать хĕр ача ăсне. Ав мĕншĕн иккен пурте, пĕр çăвартан калаçса килĕшнĕ пекех, Гена çине сиввĕн пăхаççĕ. Гена пĕлет: директор ăна е ăнланаймарĕ, е ăнланасшăн мар, е хăнăхнă, çирĕпленнĕ йĕркесен тыткăнĕнче тарăн ларать, çавăнпа тăшман турĕ вăл Генăна.

Пуçра тĕрлĕ шухăш авăрчĕ. Халĕ шкула кĕме те, учительсемпе студент практикантсен умне тăма та, ачасемпе курнăçма та чăнахах хăйĕн тивĕç çуках пек, хăй каçарма çук айăп тунă пек туйăнчĕ Генăна.

Вăл Сардонова кĕрсе кайнă хыççăн та ик-виç минут крыльца картлашки çинчех ним тума аптраса янраса тăчĕ. Унтан ерипен каялла çаврăнчĕ те васкамасăр утса аялалла анчĕ.

Ун чунне сасартăк сивĕ те хатарлă пек туйăнса кайрĕ кунта. Вăл васкасах шкул кил картинчен урамалла тухрĕ.

«Мĕн тума учитель пулас шут тытнă-ши эпĕ пилĕк-ултă çул каялла? — ÿкĕнсе калаçрĕ вăл хăй ăшĕнче. — Чăн та, ман ĕç мар пуль ку… тĕртсех калаççĕ пуль шкулта хура-шур курнă çынсем…

Мĕнех? Кая мар вĕт-ха халь пурнăçа улăштарма… Çирĕм иккĕре… Ватах мар… Пăрахатăп та каятăп… Кирек мĕн пултăр унта кайран!.. »

… Геннадий хваттерне çитсенех койка айĕнчен хăйĕн чăматанне туртса кăларчĕ, çÿлĕк çинчи кĕнекесемпе тетрачĕсене майлаштарса унта тултара пуçларĕ…


Студент практикантсен ушкăнĕн пуçлăхĕ Александр Семенович методист хăйĕн студенчĕсем патне хуларан шкула тепĕр кунне тин кăнтăрла иртни виçĕ сехет тĕлнелле таврăнчĕ. Учителъсенчен нумайăшĕ ĕнтĕ урокĕсене вĕçлесе килĕсене саланса пĕтнĕ. Практикантсен вара хĕрÿ ĕç тин пуçланнă темелле: уроксем хыççăнхи, класс тулашĕнчи мĕнпур ĕç халĕ вĕсем çине тиеннĕ. Пĕри ачасене стена хаçачĕ кăларма, стенд йĕркелеме пулăшать, тепри дискусси ирттерет, виççĕмĕш вĕренÿре юлса пыракан ачасемпе уйрăммăн ĕçлет, учительсен пÿлĕмĕнче ларакансем те ĕçсĕр мар — тăрăшсах ыранхи зачет урокĕн конспектне хатĕрлеççĕ. Пĕр Васильев практикант çеç класра та, учительсен пÿлĕмĕнче те курăнмарĕ.

— Килнĕ-и вăл паян шкула? — ыйтрĕ методист ушкăн старостинчен.

— Ĕнер ирхине кунтаччĕ, паян курăнмарĕ, — тавăрчĕ Феня.

— Тепĕр зачет урокĕ хăçан унăн?

— Виçмине-и-ха е тăватмине-и…

— Урок конспектне е планне хатĕрленĕ-ши вăл, ма мана кăтартмасть?

— Васильев тетĕр-и?.. Вăл хулана кайрĕ пулмалла, — пĕлтерчĕ кĕтмен çĕртен Нина Данилова студентка. — Пĕр вунă-вун пилĕк минут каялла столовăйран тухсан куртăм: тем пысăкăш чăматанне суллантаркаласа хула автобусĕ патнелле утатчĕ,

— Камран ирĕк ыйтнă вăл?! — кинет тарăхса кайрĕ Александр Семенович. — Мĕнле çапла дисциплинăна пăхăнмалла мар!.. Ыранах деканата çырса паратăп эпĕ ун çинчен! Юрамасть çапла… Ахаль те хăй пирки тем те пĕр калаçаççĕ… Вăл пур, леш юмахрилле улăм ури ăшĕнчи кашкăр пек, шатăртатнăçемĕн шаларах кĕрет!.. Чăматанĕ-мĕнĕпех тетĕн?..

— Чăматанĕпех.

— Хм… — сасартăк çиллине шăйăрса шăпăртах пулчĕ пуçлăх, ура çине тăрса учительсен пÿлĕмĕнче каллĕ-маллĕ уткаларĕ. — Кампа канашланă вăл? Ма манпа та пулин калаçман?..

— Курасшăнччĕ вăл сире…

Шкул директорĕпе студентсен ушкăнĕн пуçлăхĕ хушшинче виçĕм кун Васильев пирки самаях кăра калаçу пулса иртнĕччĕ.

Васильев студента директор тăшман вырăннех хурать. Унăн «пăнтăх идейисене» сăвăрманшăн Александр Семе-

новича ятлать. Мораль енчен те педагог пулас çын мар вăл тет. Вĕренекен хĕр ачасенче улах хĕрĕсене курать вăл тет.

Ак пыр та калаç!

Васильев студент институтра преподавательсем пе профессорсем пуринчен ытла хисеплекен студентсен шутĕнче тăрать. Александр Семенович та ăна нумай вуланăшăн, лайăх вĕреннĕшĕн, кашни ыйтăвах тенĕ пек çĕнĕлле татса пама пăхнăшăн хисеплет. Шкул директорĕ виçĕм кун каланă сăмахсем ăна, чăн та, анратсах ячĕç.

Хĕр ачапа студент хушшинчи çыхăнусем пирки Александр Семенович хальлĕхе, студентпа хăйпе калаçса пăхмасăр, ним калама та аптрать. Унăн «пăнтăх идейисем» пирки… Тем, кунта директор хăй йăнăшать пулĕ. Институтра никам та асăрхаман унăн çавнашкал идейăсем пуррине…

«Студентсем ĕнтĕ — хĕрÿллĕ халăх. Вĕсем ытларах çĕнĕлле шухăшлама юратаççĕ. Чăн та, йăнăш шухăшсем те пулаççĕ вĕсен.., Анчах куншăн тÿрех çапса хуçма кирлĕ мар вĕсене», — тесе хăйĕн студентне хÿтĕлеме хăтланса пăхрĕ ĕнер Александр Семенович директор умĕнче, анчах студентпа хăйĕнпе калаçмасăр нимĕн те татăклăн йышăнма пултараймарĕ.

Халĕ акă чăматанĕ-мĕнĕпех тухса кайнă тет. Пĕтет капла вăл… Ыранах деканата пĕлтерес пулать.

Студенткăсем тата Александр Семеновича 9а класра, Васильев класĕнче, ĕнер комсомол пухăвĕ пулни çинчен каласа пачĕç. Шкул директорĕпе Елена Сардоновна учительница хушнипе пухăннă иккен комсомол пухăвĕ — ятарласа Голубева Тамара дисциплинине сÿтсе явма… Комсорг хирĕçсе тăрайман — пуху пухнă. Комсомол пухăвĕнче комсомолецсем мар, директорпа Елена Сардоновна хуçаланнă: ачасене вĕсем сăмах панă, вĕсем калаçтарнă. Тамара кунта та нумай итлесе тăман иккен — каллех тухса тарнă.

Вун виççĕмĕш сыпăк

… Хĕр ача хире тухрĕ. Çийĕнче ун — кĕр-çур тăхăнмалли хура пальто, уринче — çăматă, пуçĕнче — çăм тутăр.

Хĕр ача яштак кĕлеткине тÿрĕ тытса ерипе утать. Ун вăрăм та çăра куç хăрпăкне пас тытнă, тутăр хĕрри те пасарнă.

Хĕр ача шухăша кайса утать. Ун ури айĕнче хĕллехи шăн юр кăчăртатса ванать.

Тавра курăм хура хăмăртарах. Пĕтĕм тÿпе темĕнле уçăмлă мар куç шăрçи пек: хĕррисенче çăра тĕс, хăмăртарахскер, варринелле вăл çÿхелсе тĕвĕлет те кăвак тĕсе куçать. Çил юра, кĕрт хысакĕнчен туртса, витĕр курăнакан çÿхе пир пек çĕклет; хăй шăхăрать — çил ачи хăйĕн утне шăхăрса юрпа шăварать тейĕн.

Хĕр ача çак тавралăха тĕсесе сăнать…

… Хăçанччĕ-ха çул кайăкĕсем янăратса эшкерĕ-эшкĕрĕпе пĕр йăмра çинчен теприн çине вĕçетчĕç? Шыв пичĕ çийĕн куçа палăрми вĕтĕ хумсем лаптăкăн-лаптăкăн шурă çутă ÿкнĕ пек шуса иртетчĕç. Хăçанччĕ-ши пурçăн мăйлă кăвакарчăн тăватă çунатлăччĕ? Кĕркунне?..

Çав териех ырăччĕ-им ун чух?

Мĕншĕн, эппин, йĕрес килетчĕ-ха? Çав саманта та таврăнми тапхăр тесе аса илет-и халь Тамара?

Çапла. Пур çавăн пек мăскаллă[xvii] самант. Чун хурланнă самант та хавасалинчен ытларах каялла тавăрма çук ырлăх пек аса килет. Мĕншĕн тесен кунта çамрăк чунăн юмахлă-ĕмĕтлĕ енĕ пурнăçра мĕн пурри çумне пырса çапăнни, унăн пăлхавĕ. Çак çăлăну вăл çитĕннĕ, «шăнăрланнă» çыншăн ыратуллă та, пăлхавлă та мар, мĕншĕн тесен унăн «юмахлă-ĕмĕтлĕ енĕ» ĕнтĕ ху тавра мĕн пуррипе килĕшсе, çĕр çинче ансатăнах мĕн тупма-илме май пур шая çитсе хытса ларнă. Вăрмана мăйăр татма каяс сунăм пур — мăйăр татса та таврăнать, пулă тытма кайсан — пулă тытать, тен, хăй ĕмĕтленнинчен те ытларах… — вăл вара телейлĕ. Тамарăна илсессĕн, вăл, сада асамлă кайăк сассине итлеме кĕнĕскер, ахаль шăпчăк юррине çеç илтет. Вара чуна эрлĕк пусать. Тамара çав хăй ĕмĕтленнĕ япаласене пурнăçра шыраман чухне, ĕмĕтленсе çеç, çавсем пуррине çирĕп ĕненсе çеç тăнă чухне — телейлĕрех те… Çын ытла пысăк ĕмĕт тытсан çапла пулать пулĕ вăл. Ху тавра мĕн пуррипе çеç çырлахса хăвна ху телейлĕ туясси ырă мар-и-ха тата? Пысăк ĕмĕт тытса ĕмĕр тăршшĕпех çавна пурнăçа кĕртме ăнтăлса пурăнни сана нихçан та «ак паян ман мĕн ĕмĕтленни çитрĕ» текен лăпкăлăх патне, хăвна ху çителĕклĕ, сапăр туясси патне илсе пымасть. Ĕмĕрех тем çитмест сана. Çакă мар-и-ха чăн-чăн ĕмĕт тытни? Апла Тамарăн кĕркуннехи кăмăлĕ пĕтĕмпех пархатарлă ĕмĕт-шухăшран килнĕ…

Ун чухне, эппин, Тамарăн чунĕ вичкĕн сисĕмлĕрех, анлăрах ытамлă пулнă пулĕ; вăл пурнăçлама йывăррисене ĕмĕте тытма хăраса тăман; ун чухне Тамарăн тем ĕмĕтленме те, тем шухăшлама та, çавсем йăлтах чăна тухассине çирĕп шанма та çирĕп хевте, мехел тата кăмăл ирĕкĕ пулнă-мĕн.

Халь епле вара? Тен, ĕмĕтсем пĕчĕкленчĕç. Тен, çав пысăк ĕмĕтсем чăна тухассине ĕненес шанчăк — чун хытнă май — сÿне пуçларĕ.

Тăхта-ха… Мĕн çинчен ĕмĕтленнĕччĕ кĕркунне Тамара, мĕн çинчен шухăшланăччĕ?

Тамара хăйне хăй çĕр çинче кама та пулин çав тери кирлĕ тесе шутлатчĕ. Кама та пулин кăна мар — пурне те. Аслă ĕçшĕн, пысăк çыншăн, пысăк туслăхшăн, пысăк юратушăн çуралнă тетчĕ вăл хăйне хăй. Хăйĕн çакна тума мĕн кирли пурте пуррине пĕлетчĕ — вăй та, хитрелĕх те, тасалăх та… Çак унăн вăйне, хитрелĕхне, тасалăхне тивĕç пĕр çын çеç çукчĕ, мĕншĕн тесен Тамарăн вĕсем çав тери пысăкчĕ те, Тамара — вил те — хăйĕн çав «мĕн пуррине» пĕр çынна çеç халал тума килĕшмен пулĕччĕ. Анчах Тамарăн «мĕн пуррине» пĕтĕмпех тивĕç пĕр çын таçта пурччĕ, вăл ĕмĕтреччĕ. Кайран çав «мĕн пуррине» тивĕç çын та пурнăçрах тупăнчĕ пек. Тупăнасса тупăнчĕ те, вăлах пулмарĕ çав ку çын: Тамара хăйне хăй улталаса ку çын — вăлах тесе ĕненме тăрăшни çеç пулчĕ.

Ой!.. Мĕн тери улшăнса ларчĕ иккен Тамара! Çак хăйĕн «мĕн пуррине» унран пачах урăх çын илме пуçларĕ! Пачах чуна сивĕ этем! Митюк!

Çав «мĕн пурри» хутăрти çип пек пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех чуна сивĕ этемĕн кăшкарĕ çине ирĕксĕрех хăйне пĕчĕккĕн туртса çăмхалакан вăй еннех туртăнать! Чунри ăнланмалла мар шик ун умĕнче хăйне чарса тăма та, хирĕçлеме те памасть…

Унăн ĕнтĕ Валентин е урăх çын енне туртăнма кăна мар, вĕсем çинчен шухăшлама та ирĕк çук пек.

Мĕн ку? Кун пек ыйту лартман-ха Тамара. Тĕрĕссипе илсен, Тамара çак хăйĕн пăхăнтаракан шикĕ çинчен вăл мĕнрен килни, мĕн пирки пулни çинчен шухăшласа пăхман-ха, «шухăшламалла» текен шухăш таврашĕ те пуçа килмен, мĕншĕн тесен çакна тума шиклĕ туйăмĕ хăй чарса, пÿлсе пырать. Тамара ку шиклĕ туйăма сÿтсе пăхнă пулсан çав сăнчăр пек куçа курăнакан çинçе çипе татса пăрахма вăй çитеретчех-тĕр.

Митюк енне Тамарăн, чăн та, питĕ пăтравлă туйăмсем ĕнтĕ. Анчах та кам пулнăччĕ-ши Тамарăшăн Валентин? Чун кĕтнĕ, чун савнă çынахчĕ-ши? Çук пулĕ. Вăл — чун йăнăшĕ пулчĕ пулĕ.

Чăн та, Тамарăн халь Валентиншăн пĕрре те ăш çунмасть.

Анчах чуна кас-кас çÿçентерсе çĕçĕ çивĕчĕшĕ пек пĕр чăнлăх касса каять. Тамара халь çав Валентинран та йĕксĕкрех çынпа çÿрет-çке!..

… Хĕр ача, çул çинче чарăннăскер, хăй кунта паçăртанпах тăнине сисрĕ те сасартăк каялла çаврăнса утса кайрĕ.

Кĕпер çине кĕрсен вăл, кĕркуннехи пекех, карлăк çине таянчĕ.

Аялта ĕнтĕ кăвакал çук, тăватă çунатлă кăвак кăвакарчăн та вĕçсе хăпарт арĕ унтан, анчах кĕпер айĕнче пĕр тĕлте халĕ те шыв юхать: шартлама сивĕ те шăнтса лартайман çав чăрсăр пĕчĕкçĕ юхăма! Парăнман вăл!

Тамара?.. Çав сĕмсĕре чуптума ирĕк пачĕ!

Ой! Мĕншĕн-ха, тепĕр тесен, текех ун çинчен шухăшламалла? Мĕнле ирĕк пур çав сĕмсĕрĕн Тамарăн асне кĕме?!

Тÿррипе каласан, мĕн пулнă-ха унпа Тамара хушшинче?.. Ну, вăрă-хурахла чуптуса илчĕ тейĕпĕр… Мĕнех уншăн?..

Çавăншăн вара Тамарăн ăна чĕре çумĕнче ăшăтса çÿремелле-и? Мĕн тери мăтăк шухăшсем! Çĕр çинче вара çакăн пек вак шухăш шухăшласа шуралмалла-и? Майĕ çук-им урăххи çинчен шухăшлама? Пысăк япала, пысăк ĕç çинчен, уроксем çинчен, ÿлĕмрен ăçта вĕренме каясси çинчен? Геннадий Васильевичпа калаçнă чух ирĕксĕрех çавăн пек йĕр çине ÿкет-çке шухăш! Юлашки вăхăтра Тамарăн пĕтĕм ăс-тăнĕ, шухăшлав йĕрки пăсăлса, çывăрса кайнă пулĕ? Чи кирли, тен, ăс-тăнпа пĕр-пĕр улах кĕтессинче ним вăранмасăрах выртать-тĕр… Халь вăранмасан çав шухăшсем кайран хытса пачах пĕтсе ларĕç. Тамара вара, айван та мĕскĕн çын пек, пĕчĕк çырлахтарусемпех, пĕчĕк ĕмĕт пĕрчисемпех пурнăçра «телейлĕ» пула пуçлĕ-и? Ку, тепĕр тесен, çын пурнăç вĕтĕр-шакăрлăхне лакса ларнине пĕлтермест-и? Пурнăçран шушшу шÿрпи кăна илме çурални?

Çапах та кичем-çке Валентинсăр…

Валентинсăр?.. Валентин иккĕ-çке: пĕри — ĕмĕтри, тепри — шкулти. Ĕмĕтри Валентин… Тен, пурнăçра çук та пулĕ вăл. Ячĕ те унăн Валентин мар, урăхла пулĕ. Ăçта вăл? Кам? Мĕншĕн ăна аса илсен, нумайччен хурланса йĕнĕ хыççăнхи пек, кăкăртан сывлăш та капланса хÿхлĕн-хÿхлĕн тухать?

Анчах шкулти Валентин… Ку киревсĕр Валентин. Ку Валентина ыраттарас килет. Ăна хăйне тĕкĕнме кирлĕ мар, хăйне усал тунипе мар… Темĕнле майпа вăл Тамарăшăн пăшăрханмалла тума кирлĕ. Çав ĕмĕтри Валентина тÿрре кăларайман шăн, Тамарăна ыраттарнăшăн çапла тумалла — Тамара хăйне хăй тем тусан-и е инкеке лексен…

Çапла шухăшсемпе пăтранса тăрса самай вăхăт иртрĕ.

… Хĕр ача кĕпер çине çын утса кĕнине асăрхаса шарт сикрĕ. Вăл!.. Валентин?.. Валентинăн кĕске пиншак çукчĕ-çке.

Хĕр ача тепĕр хут çаврăнса пăхрĕ те, чĕрере кÿренÿ çĕкленчĕ. Вова! Кÿршĕри Вова!.. Тĕлĕнмелле! Мĕнле-ха çакăн пек вăхăтра ялан вăл тĕл пулать Тамарăна! Тата кашнинчех Валентинпа пăтраштарать ăна Тамара. Кĕркунне те Валентин мар, çак Вова пулнă пулĕ кĕпер çине утса кĕрекенни.


Вовăна Тамара пиллĕкмĕш класранпа пĕлет.

… Пилĕк çул каяллаччĕ-ха… Вова, ашшĕне сăнÿкерчĕкĕсем тăрăх çеç пĕлекенскер, амăшĕ патĕнчен ашшĕне курма тесе килчĕ те — акă ĕнтĕ паян кун та кунтах пурăнать. Ашшĕпе амăшĕ унăн Вова кипкере чухнех кашни икшер ача хăй çумне илсе уйрăлса кайнă. Амăшĕ урăх çынна киле кĕртнĕ, ашшĕ пĕр уксах хĕрарăма качча илнĕ.

Ашшĕ патне Вова — вирьял тăрăхĕнчен анат тăрăха — пуш уйăхĕнче килсе çитрĕ. Тепĕр тăватă кунтан ача каялла амăшĕ патне таврăнма тесе çула та хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ, вун иккĕри ывăлне ашшĕ хирĕç лартрĕ те:

— Эсĕ миçе çул вĕреннĕ? — тесе ыйтрĕ унран.

Вова, тăван ялта тăватă çул вĕренсе хăйне чипер хут пĕлекен çын тесе çирĕп ĕненсе лартнăскер тата çак «пысăк пĕлÿ» хыççăн çулталăк çурă урапа-тукун тăвакан артельте вĕренекен шутĕнче ĕçлекенскер, ашшĕ çапла ыйтсан хăраса ÿкрĕ. Ашшĕ вара хыçалалла чĕвенсе пыракан ывăлне çавăтрĕ те шкул енне уттарчĕ.

Çакăнтан ĕнтĕ Вовăн каялла амăшĕ патне тавăрăнасси пĕтрĕ — çĕнĕрен вĕренÿ пуçланчĕ.

Ама çури амăшĕ Вовăна тем тесен те кунта хăварасшăн марччĕ. Вова шкула çÿре пуçласан, вăл ашшĕ патне юлмаллипех юласси палăрсан ама çури йăлт кăтăрса кайрĕ.

Тепĕр куннех вăл: «Ман çĕр тенкĕ укçа çухалнă! Вова вăрланă! » — тесе кăшкăра пуçларĕ.

Çакăнтан пуçласа ама çури кунсерен майлах кÿрше чупнă. «Вова ман арчан çăрине çĕмĕрнĕ», «Тутăр такама кайса сутнă», «Вова кĕсйинче гильза тупрăм, мана вĕлерме хатĕрленнĕ… »

Ама çури сарнă тĕрлĕ сас-хурана пула Вова çамки çинче мăйракасемех курăна пуçланă кÿршĕсемшĕн.

Вова та пусăрăннă. Çын çине куç уçса пăхаймассах çитнĕ тапхăр-тапхăр. Чĕмсĕрленнĕ, пĕччен çÿреме тытăннă.

Малтан кĕнекесем ыйтас йÿтĕмпе те пыркалатчĕ Тамара ун патне. Анчах ама çури Вовăна пуринчен ытла Тамара умĕнче намăс тăватчĕ. Вова çинчен усал сăмах çĕр çинче никам та Тамара чухлĕ илтмен.

Вова хăш-пĕр чух суя намăс-симĕсрен ытларах хăй шеллеве тивĕç çын пек курăннăшăн тарăхнă. Çавăнпа вăл Тамара çине час-часах сиввĕн те тарăхса пăхса илнĕ. Çакă вăл эсĕ те мана мĕскĕн çын тесе шутлатăн пулмалла тенине пĕлтернĕ.

Çапах Вова çине Тамара ытла шанчăксăр пăхни сисĕнмен. Вăл та ытти кÿршĕсем пекех сиввĕн пăхнă пулсан, Вова ун чухне, тен, хĕр ачана çилĕ хывнă та — ăна асăрхама пăрахнă пулĕччĕ çеç.

Пĕлтĕр çуллаччĕ-ха… Ама çури таçта эрнелĕх хăнана кайрĕ те, пĕтĕм хĕрарăм ĕçĕ Вова çине тиенчĕ.

Чи чăкăлтăшши Вовăшăн качака сăвассиччĕ. Качаки ниепле те вырăнта тăра пĕлмест, пăлтăра кĕртнĕскер, текех çаврăнать. Çак вăхăтра сасартăк пăлтăр алăкĕ уçăлса каять те, качака тулалла тапса сикет. Вова умне алăран вăркăнса кайнă тимĕр чашăк та урайне юхса сарăлнă «сĕт кÿлли» çеç тăрса юлать. Тата уçă алăкра аран-аран çеç пăрăнса юлма ĕлкĕрнĕ Тамара, шикленсе ÿкнĕскер, айăплăн пăхса тăрать.

— Йăлтах тăкăнса кайрĕ-и? — хăраса та хĕрелсе ыйтать вăл. — Каçар, Вова, эп айăплă.

Вова хĕр ача çине çилĕллĕн куç ывăтатать те пăлтăртан тухать.

— Тытса пар халь качакана, — тет вăл тарăхса.

— Атя иккĕн хупăрласа тытар, — сиксе анать Тамара картлашка çинчен.

Кил картисĕр пÿрт тавра виççĕ-тăваттă чупса çаврăнсан вĕсем иккĕш качакана аран-аран витене хăваласа кĕртеççĕ.

— Эсĕ тытса тăр, эпĕ сăватăп, — хушать хĕр ача, хăй кĕске платйине юсакаласа качака айне кукленсе Тамара икĕ алăпа чăрлаттарса сăвин те, качаки мăшăл та тумасть.

— Эс ун çиллине ыраттарса пĕтернĕ, çавăнпа тарăхнă вăл сана, — тет хĕр ача.

Вова, сых ятне качака умĕнчех тăрса, хĕр ачан çĕре перĕнсе тăракан икĕ çивĕтне, кăшт каçăр сăмсипе вăрăм куç тĕкне, кукленнĕ май ярт палăрса тухнă хĕр кĕлеткине курать, вара юнтарнă ача пек аяккалла пăхса тăрать. Вĕсем çапла майпах тепĕр качакине те сăваççĕ.

Çакăн хыççăн Вова Тамарăна курсанах чун вырăнта маррине туя пуçларĕ. Анчах тепĕр эрнеренех çав чун вăрттăнлăхĕ çине мăшкăлтăк шыв сапакан тамаша сиксе тухрĕ…

Вова, таçтан-çке, киле таврăнатчĕ. Тамарăсем пÿрт кĕтессине çитсен ăна такам, çĕлен пек чашкăрса, ятран чĕнчĕ:

— В-в-ова!..

Вова ют кил кĕтессинче ама çури тăнине курса тĕлĕнсех кайрĕ. Çав вăхăтрах вăл, мĕн кунта килнĕренпех унран хăрама вĕреннĕскер, ăшри темĕнле ирĕксĕрлекен шиклĕх хĕтĕртнипе ун умне пычĕ.

— Пăх-ха авă… Пăх!

Ама çури амăшĕ куçĕпе уçă кантăк енне сулса кăтартрĕ. Шалта çын çук-мĕн. Кантăк супи çинче кĕнеке тата пĕчĕк ал сехечĕ выртать.

— Мĕн? — ăнланмарĕ Вова.

— Сехет… Ил-ха, ил…

Çакă мĕнле пулса тухнине Вова ку таранчченех ăнкарса илеймест. Ăшри темскер çак хĕрарăмран хăратса тăнипе пуç ним шухăшласа ĕлкĕричченех вăл аллине тăсрĕ те сехете илсе ама çурине тыттарчĕ…

Çак вăхăтрах хăй халь çеç мĕн тунине шутласа илни ăна карт сиктерчĕ, хăй халь çеç тунă чăтма çук пысăк айăп ун чĕрине пăчăртаса тытрĕ, вара вăл ухмаха тухнă çын пек килелле ыткăнчĕ. Ун хыççăнах ама çури персе çитрĕ.

Вова чунпăта пулнă çын пек хытса куçĕпе ама çурине тинкерсе тенкел çинче ларчĕ. Пĕр çур минутран унăн çакăн пек сăмахсем хĕсĕнсе тухрĕç:

— Эп-пин, вăрларăмăр!

Çак вăхăтра ĕнтĕ Тамарăсем те хыпăнса ÿкнĕ. Урамра унта-кунта чупкала пуçланă.

— Кайса пар халех! Унсăрăн… унсăрăн ак хам кайса каласа паратăп! — сиксе тăрать Вова сасартăк хăй кампа калаçнине те манса кайса. Ама çури çакна кура хăй те аптраса ÿкет, анчах çухалса каймасть.

— Эпĕ мар, эсĕ вăрă! — кăшкăрса ярать вăл кĕтмен çĕртен, унтан Тамарăсен еннелле чÿречине уçать те урамра чупкалакан хĕр ачана кăшкăрать: — Тамара! Сехетÿ сан кунта! Вова вăрланă! Вăрă усратăп эп килте!

Йĕксĕклĕхре те ăстаçăсем пур. Вĕсем тĕрĕслĕхе те аяла тăваççĕ, чăнлăха та çĕнтеркелеççĕ.

Уçă кантăк умĕнче вăл хурах пуснă пек кăшкăрса алла мĕн лекнине-пĕрне Вова çине вăркăнтарать.

Вова сыхланмасть. Вăл этем çакнашкал киревсĕрлĕхе те çитме пултарнинчен тĕлĕнсе урнă хĕрарăм çине пăхса тăрать. Пĕрре çеç хирĕç чĕнме хăтланчĕ вăл — Тамара ама çури аллинчи сехете илсе кайнă чух.

— Эп мар! Хăй вăл!..

Анчах çакă ама çури çухăрашăвĕ айĕнче илтĕнмерĕ, илтĕннĕ пулсан та кунашкал арăш-пирĕш самантра вăл Вова чăн-чăнах айăплине çеç çирĕплетнĕ пулĕччĕ.

Мĕнле ĕнентермеллеччĕ-ши Вовăн?

Тамарăсем патне кайса куççуль витĕр «эп айăплă мар» темеллеччĕ пулĕ? Анчах ку — Вовăн талайăпĕ мар, Çапах та кайран вăл пÿртрен тухрĕ те, пĕчĕк ача пек, пĕтĕм кĕлеткипе туртăнса макăрса ячĕ.

Çакăн хыççăн хăй çĕр çинче утса çÿрени те, ытти çынсем пек чун-чĕре туйăмĕсем çинчен шутлани те — этемĕн кулленхи тивĕçĕсем намăс ĕç туни пек туйăна пуçланă ăна. Тамарăна курсанах вăл унран хăвăртрах пăрăнма васканă.

Халĕ вăл хĕр ачана курмарĕ пулас.

Тамара асаплăн йăл куланçи туса хулпуççи çине михĕ çавăрса хунă йĕкĕте хыçалтан пăхса илчĕ те васкамасăр килелле утрĕ. Кил картине кĕрсенех вăл ăшри темĕнле ăс-пуçран уйрăм ĕçлекен вичкĕн сисĕмĕпе эрнелĕх хăнана кайнă амăшĕ таврăннине пĕлчĕ, вара çан-çурăмĕ сăрăлтатса çÿçенсе илчĕ.

Вун тăваттăмĕш сыпăк

Кăнтăрла иртни пĕр виçĕ сехетсем тĕлнелле Вальăсем патне лутрарах ватă хĕрарăм пырса кĕчĕ.

Çак хĕрарăм Тамарăн амăшĕ пулчĕ. Вăл хăйĕн хĕр ачине Тамарăна шырать.

— Кунтах килекенччĕ-çке, — терĕ вăл сĕтел хушшинче çыру çырса ларакан тулли питлĕ, хĕрлĕ сăнлă тачка хĕр Валя сÿрĕккĕн кунта çук тесе тавăрсан. — Ăçта кайрĕ пулать-ха, эсремет? Эх, ку ача-пăчана! Вĕсемшĕн ăша пĕçерсе чĕре патĕнчи çу та ирĕлсех пĕтрĕ ĕнтĕ.

Хĕрарăм кайма тесе алăк хăлăпĕнчен тытсан тепре каялла çаврăнчĕ.

— Ай, ачам, Валя, тупата, кунтах пуль, — терĕ вăл йăлăнса. — Пытанмарĕ-и таçта?

— Çук, инке, курман эпĕ ăна, — тепĕр хут каларĕ Валя витĕмсĕртереххĕн.

Хĕрарăм пĕççине шарт çапрĕ.

— Ăш пиççи! Кăшт ятларăм та ĕнтĕ çÿç кăтралатнăшăн, ăçта çĕр каçрĕ пулать-ха?.. Эй, пĕрре — таврăнтăр çеç! Çак тарăхшăн-и? Пĕр шăмă тĕрĕслеменни хăвармастăп! Курсан-тусан, Валя, кала-ха эппин ăна: ял касса ан çÿретĕр. Ха, мĕн килĕшÿ вăл мăн кĕлеткепе хĕр пуçăн ял тăрăх янккаса çÿрени?.. Ырлăха пултăр анчах!..

— Юрĕ, юрĕ, — терĕ Валя, хăйĕн хĕр тусĕ çинчен мар, пачах ниме тăман вак-тĕвек çинчен сăмах пынă пек, пуçне çĕклемесĕрех.

Хĕрарăм вут илме килнĕ пек йăпăртлăх пÿрте кĕрсе çапла каласа хăварнă хыççăн кил хапхи шанклатсанах — кăмака хыçĕнчен кăтра пуçлă çинçешке хĕр ача тухрĕ те ерипе сĕтел умне пырса ларчĕ. Куçĕ унăн юнăхнă, сăн-питне хурланчăк тĕс çапнă.

— Илтрĕн-и? — терĕ Валя хут çинчен пуçне çĕклесе.

Тамара чĕнмерĕ.

— Тен, киле каятăн? Саншăн манăн ят илтсе лар.

Тамара çав-çавах куçне сиктермесĕр сылтăм аллипе сĕтел çине чавсаланса ывăç тупанĕпе пит çăмартине тĕкĕлесе маччаналла пăхса ларчĕ.

— Ну, юрĕ, юрĕ, Тамара, лăплан ĕнтĕ, ан хăра, паян килмест вăл урăх… Кăмăлна уçма çыру вуласа парам-ха сана, эппин, — терĕ Валя. — Итле: «Çыру çырăп васкаса, шурă хута хуратса…» — вулама пикенчĕ вăл, кун хыççăн, «еплерех» тенĕ пек, Тамара çинелле куçне çиçтерсе илчĕ.

Сулчă[xviii] сăмахсемпе ним каламасăр тенĕ пекех «ну, Ванюк» та «ну, Ванюк» тесе тăват-пилĕк страница çырса тултарнине вăрахчен киленсе вуласа ларчĕ хĕр.

Тамара ăна итлесех итлемерĕ. Унта кăсăкли нимех те пулман. Валя çырăва ялан çавăн евĕрлĕ çырнă, унти çын ятне улăштарса лартсан ăна кирек кама та ярса пама пулнă. Халĕ вăл пĕр класра вĕреннĕ, иккĕмĕш çул салтакра тăракан кÿршĕ ачи патне çыру çырнă.

Тамарăн хăлхине халĕ те амăшĕн сăмахĕсем илтĕнсе тăчĕç.

Тамара паян шкула та, киле те кайман…

Епле киле кайса кĕрес-ха ĕнерхи шăв-шав хыççăн?

Чăнах та, мĕн тума чипер çÿçе пăсмаллаччĕ? Тамара кайран, куç кĕски витĕр пăхсан, хăйĕнчен хăй хăраса ÿкрĕ. Хăйне хăй вăл çивĕтпе ытларах килĕшетчĕ. Алла халь куç кĕски те тытас килмест. Валя минретсе укĕтленипе пулчĕ ку. Кам пĕлнĕ-ха малтан Тамарăн хăйĕн ирĕкĕ çеç пек туйăннă пĕчĕк япала пысăк пăтăрмахсем патне илсе пырасса?

Кунĕ те ĕнер Тамарăшăн пайăрах ăнăçсăрскерех пулчĕ… Пур теççĕ вĕт çавăн пек ăнăçсăр кун кашни çын пурнăçĕнчех. Уйăхсерен килет-мĕн вăл пĕрре. Çуралнă кунтан пуçласа шутлаççĕ-мĕн ăна, хăш числара килессине тĕп-тĕрĕс шутласа кăлараççĕ, вара кашни çынна хăйне уйрăм календарь туса параççĕ, ăнăçсăр кун хăçан килессине шутласа кăларса паракан автоматсем лартаççĕ. Наука çыннисемех ĕçлеççĕ-мĕн унпала ют çĕршывсенче. Японире çав ăнăçсăр кун шоферсем машина çине руль умне лармаççĕ тет…

Шăпах çав хăйĕн ăнăçсăр кунĕ таврăнчĕ пулас ĕнер Тамарăн.

Малтанах ав нимĕç чĕлхи урокĕнче Елена Сардоновнă-па çĕтĕлсе кĕрсе каймалла пулса тухрĕ… Унтан пухура вĕрентекен умĕнче вĕренекен çăварĕнчен тухма тивĕçлĕ мар

Тен, амăшĕ хăнана каймин те — Тамара халĕ ним хуйхăсăрах килте ларĕччĕ. Ун чухне Тамара — çÿç кăтралатнă чухне те, Елена Сардоновнăпа хирĕçсе кайнă чухне те — темшĕн-çке амăшне пĕрре те аса илмен…

… Тамара каçпа киле таврăннă çĕре амăшĕ те тин кăна килсе çитсе тумтир хывма çеç ĕлкĕрнĕччĕ.

Амăшĕ малтан асăрхамарĕ-ха. Тамара та амăшĕ умне урăхла пуçпа тÿрех курăнма хăймасăр тутăрне салтмарĕ — май килнĕ таран амăшне тÿртĕнтерех тăма тăрăшрĕ.

Амăшĕ малтан ачасене арбуз касса çитерчĕ. Пÿрт-çурт хăтне янăшăн — урайĕнчи çÿп-çапшăн, сĕтел-сак таврашне чусталаса пĕтернĕшĕн, пÿрт маччине кăвакартса янăшăн — никама та уйрăм асăнмасăр, пурне те тивекен, тĕрĕссипе, никама та чуннех тивмелле мар ятла каласа илчĕ, выльăх-чĕрлĕх пирки ыйтса пĕлчĕ.

Кил-çурт таврашĕ пирки пĕтĕмпех Лиза каласа пачĕ, кайран вăл хăй сăмахне шăллĕ итлеменни, аппăшĕ кÿрентерни енне çавăрчĕ.

— Ларать, ларать те килте кÿштесе кайран таçта йăрккаса çÿрет, çĕрле те час таврăнмасть, — терĕ вăл аппăшĕ çинчен. — Выльăхсене те хам пăхрăм, вуттине те хам хутрăм.

Аппăшĕ хăй çине сиввĕн пăхкаласа илнине тата амăшĕ ăна вăрçма шутламаннине курса пулас Лиза сасартăк амăшне çаннинчен пырса туртрĕ.

— Анне, анне! — терĕ вăл хăвăрт. — Тамарăнне çÿçне пăх-ха. Кăтралатнă!

Амăшĕ ерипе пуçне çĕклерĕ.

— Уй, мĕн пуплен! Чипер калаç! — терĕ вăл аллинчи арбузне те сасартăк чĕрçи çине антарса.

— Чăн, чăн, анне! Кур ав.

Мишша, хыçа пырса тăнăскер, Тамара пуçĕнчи тутăра карт! туртрĕ. Сĕвĕнсе аннă тутăр айĕнчен пĕтĕркке путек çăмĕ пек кăтра çÿç тухса тăрсан амăшĕ шак хытса çăварне карса пăрахса ларчĕ-ларчĕ те пĕççине шарт! çапрĕ, Пÿртре калама çук шăп пулса тăчĕ. Унтан вăрăммăн тăстарса юрласа янă майлă сасă илтĕнчĕ:

— А-а-й-йу-уй, ачам, ача-а-ам!.. — Тепĕр хушă пÿртре каллех ним сас-чĕв те илтĕнмерĕ. Çав шăплăха самантран хурлă-ÿпксвлĕ сасă татрĕ: — Ай пĕтрĕмĕ-ĕ-ĕр! Çырлахах!!! Чĕрĕллех çĕре чикет-иç ку ача мана, эй! Такам умĕнче тем каласа çылăха кĕрсе пĕтессĕм пулĕ… Ак тĕнче кулли! Кăтра çÿçÿнтен çăлса илем те пĕрре — так шăлам урай! Ай турăçăм! Кама курса çапла муталарăн çÿçне, ачам? Эп туса пани килĕшмерĕ-и? Кала-ха? Ара, хитре тетĕн-и ĕнтĕ?

Кăмака милĕкĕ пек-иç! Халех кайса кастарнă пултăр! Йăлт хыртар! Йăлт, йăлт! Шакла пултăр! Шакла! Халех, халех! Унсăрăн пуçна касса пукан тăватăп!.. Капла пуçпа эп сана киле кĕртетĕп-и? Ха!.. Капла пуçпа эп сана хам умра тăрататăп-и? Уй!

Тамара кил картинче тăна кĕчĕ. Тепĕр самантран çенĕк алăкĕ уçăлчĕ те — ун ури айне пиншак лаплатрĕ, сарăлса-явкаланса тутăр вĕçсе ÿкрĕ…

… Акă ĕнтĕ Тамара паян киле те, шкула та кайман. Ĕнер каçхине Вальăпа çывăрчĕ, анчах çĕрĕпех ыйхă килмерĕ.

Пуçра — тĕрлĕрен ыраттаракан шухăшсем. Тамара темиçе хутчен те кăшт кăтăш пулсанах йынăша-йынăша ярса вăранса кайрĕ.

Паян та кунĕпех пуç ыратать. Ак ĕнтĕ халь каç пулса килет. Кĕçĕр те çакăнта çĕр каçмалла-и?

Тамара тарланă кантăк çинче тумламсем епле пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чăмăртаннине, епле сике-сике, пăркалана-пăркалана, кăтăрка хура йĕр хăварса ерипе шуса аннине сăнаса ларчĕ.

— Тамара, мĕн эсĕ кунĕпех йÿçенкĕ сăн-питпе ларатăн? — кăмăлсăрланчĕ Валя арчара платье суйланă май. — Эп çуралнă кун та пулин çапла салху ан пул-ха. Мĕн, аннÿнтен хăраса сĕлкĕшленетĕн-и? Иртсе каять вăл. Шырама тухрĕ пулсан — каçарать. Кĕçĕр манăнне менелник ирттеретпĕр те — каятăн, — астутарчĕ вăл.

Тамара чĕнмерĕ.

— Эп çуралнă куна паллă тăвасшăн мар-и вара эсĕ? Асту сана! Çын хăй ĕмĕрĕнче пĕрре çеç çирĕмре пулать. Ăна уявламаллах… Сĕтел хушшине ларсан ак хуйху-суйху та чăл çеç сирĕлсе кайĕ.

Тамара пит-куçĕнче çав-çавах пĕр йĕр те хускалмарĕ.


Хăнасем йышлă пулмарĕç: пĕри — япшар киномеханик Петька, тепри — Митюк.

Хăнасем часах сĕтел хушшине ларчĕç.

Сĕтел çинче менелник ирттерме мĕн кирли пурте пур: эрех те, тăварланă хăяр та, пулă та.

Чи малтанах Вальăна çирĕм çул тултарнă ятпа саламласа пĕрер черкке симĕс эрех шаклатса ĕçрĕç, унтан хĕрлине сыпрĕç, кайран татах…

Кунта пĕри те йĕркеллĕ калаçу пуçармарĕ: çăвара мĕн килнине печĕç, култармалли сăмахсем шырарĕç. Куласса вара — ĕнес[xix] выльăх апат тиркемен пек — пылаккишĕн те, йÿççишĕн те кулчĕç.

Валя пĕр çавра юрă пуçларĕ те, ăна Митюк пÿлсе хучĕ.

— Юрăра кăна «каким ты был — таким остался», пурнăçра йăлтах улшăнать… Эп сире луччă путиш[xx] каласа парам, — терĕ вăл.

Митюк пĕр чикан хваттере яма ыйтни çинчен юптарчĕ. Вăл хăй калама тытăничченех кула пуçларĕ, хăнасем те, малтанах кулма хатĕрленсе тăнăскерсем, калавçă хăй каçăхсах кайнине кура чăтса лараймарĕç: вĕçĕмсĕр ахăлтатрĕç, Митюк чи кăсăклă вырăна ниепле те час каласа яраймарĕ — кулăпа чыхăна-чыхăна сулрĕ. Анекдот вĕçĕ киревсĕр пулнă. Митюк йăвалансах кулчĕ. Кĕçех Петька юрă пуçларĕ:

«Гоп со смыком» песня интересна, да, да,

25 куплетов всем извсстно, да, да… —

юрларĕ вăл ейкеленсе. Часах Митюк та хутшăнчĕ:

Как известно, по субботам

Мы не ходим на работу,

А у нас суббота каждый день… —

тăстарчĕ вăл пуçне юрă кĕвви май енчен енне пăркаласа. Унтан иккĕш ылмаш-тĕлмеш каллех тĕрлĕ анекдот калама тытăнчĕç.

… Çакăнти калаçусене, шÿтсене пĕр Тамара çеç хутшăн-марĕ. Вăл тăваткал сĕтел хушшинче, урам енче, Вальăпа юнашар ларчĕ. Вăл кĕçĕр çăвар уçса пĕр сăмах кăлармарĕ, кулмарĕ те, вăхăтăн-вăхăтăн çеç юрлакансем çине куç айĕн пăхкаласа илчĕ. Унăн çилĕллĕ сăн-пичĕ хăлха таранах писев сĕрнĕ пек хĕп-хĕрлĕ, Митюк ун çине пăхса чăвашла пĕр çавра такмакларĕ:

Ах-чух кăрчами

Пуçа кайрĕ пулмалла.

Хĕрлĕ сăнлă эреххи

Сăна кайрĕ пулмалла.

Сĕтел çинчи черккесем юрă сассипе чĕтренсе хуллен янăрарĕç.

Тамарăна кунта сасартăк чуна сивĕ пулса кайрĕ. Çакăнти пĕтĕм калаçу, шÿт-юп та тăрлавсăр путиш чуна тарăхтарчĕ. Çакна май темшĕн-çке Геннадий Васильевич куç умне тухса тăчĕ. Халь çакăнта пулас — вăл та çакнашкал йăх-ях япала каласа парса ларĕччĕ-ши?

Çук, вăл мĕн те пулин урăх пуплĕччĕ. Пĕр-пĕр кĕнеке тăрăх… Валя та, Митюк та унпа танлаштарсан ниме тăман вак чунсем пек туйăнса каяççĕ. Вĕсен чĕлхи çинче пĕр çыпăçуллă, шухăша яракан сăмах çук çеç те мар, вĕсен çăварĕнчен çăмăлттай та вĕçкĕн, киревсĕр те йĕрĕнчĕк, итлесе ларакана кирлĕ-кирлĕ маршăнах намăс тăвакан йăх-ях кулăпа шÿт çеç тухаççĕ — лайăх япаласенченех сивĕтекенскĕрсем.

Тамара хăнасем калаçнине, юрланине итлесе ларнă май хăй кăкăрĕнче сисмесĕрех хаяр çилĕ йÿçсе хăпарнине туйрĕ. Çавăнпа пĕрлех ăна хăрушă пулса кайрĕ. Вĕсенчен хăранипе мар. Çук. Ак халь хăй çаксем хушшинче ларма, вĕсемпе хăналанса вĕсен киревсĕр калаçăвне итлеме пÿрнĕ çын пулса тăнăшăн.

Тамара та вара çаксен юлташĕ-и? Вăл та вĕсен тус-йышĕнче-и? Тен, Тамара та аякран сăнаканшăн çаксем пекех киревсĕр пулĕ?..

Амăшĕ, тен, тĕрĕсех ятлать пуль Тамарăна? Тамара çеç унăн сăмахне нихçан та чĕре патне илсе шухăшласа пăхман. Вăл каланисенче: «Эсĕ те — Валя — Митюк хăраххиех, вĕсенчен нимпе те уйрăм мар», — тенĕ шухăш та пулнах-тăр. Тен, шкулти ачасене те, учительсене те. Геннадий Васильевича та Тамара çаксем пекех йĕрĕнчĕк курăнать пулĕ…

… Тамара, куçне чарса, тутапа кĕвĕ каласа çаврăнакан мăшăр çине тинкерчĕ. Анчах куç, шурă карав[xxi] илнĕ пек, ним те палăртмарĕ, тĕтреллĕн, уймăллăн кăтартрĕ. Лампа хăй тавра тем тăршшĕ йĕплĕ куç хăрпăкĕсем пек çутă сапаласа ярать. Çав пĕрре тăсăлса, тепре кĕскелсе йăлтлатакан çутă йĕпĕсем витĕр, темĕнле çÿхе пир витĕр пăхнă евĕр — пĕтĕмпех тĕлĕкри пек курăнать. Лампа хăйăвĕ кукăрланса çунать, тĕтĕм кăларать, труба хырăмĕ хăрах енчен хуралса ларнă. Тимĕрсем çинче: койка пуçĕнче, кĕмĕл чей кашăкĕ, хуçмалла çĕçĕн туй кăшăлĕ çинче — лампăран ÿкнĕ çутă пăнчăсем ылтăн эрешменсем пек ташлаççĕ.

… Акă такам мĕлки сулкаланса Тамара патне çывхарчĕ. Кам ку? Мĕн калать вăл? Тăхта-ха… Чăнах тĕлĕкре-и ку? Вăл акă кунтах тăрать-çке. Çывăхрах… Мĕншĕн-ха сасă пит аякран та ян пек уçăмсăррăн илтĕнет? Сăмахĕсене уйăрма хĕн. Çын хăлхаранах калать-çке. Тамара хăлхасăр пулса ларман-и?..

Тамара йывăрланнă пуçа тĕлĕнсе те вăйран кайса çĕклерĕ. Кам ку? Митюк-и?

Митюк çине пăхсан каллех Геннадий Васильевич сăмахĕ аса килчĕ. «Вăл таçта та ертсе кайĕ… »

Çапла, çапла! Тĕрĕс калать вăл! Чуптунă-и?.. Пултăр, пултăр! Тĕрĕс калать!

Анчах хăй ăçта вăл халь? Валя паçăр: «Студентсен практика пĕтнĕ пулас, сан студенту чăматанĕ-мĕнĕпех хулана тухса кайрĕ», — тесе пĕлтерчĕ. «Сан студенту… » Ма çапла калать-ха вăл? Ма сывпуллашмасăр, ним каламасăр кайрĕ-ха? Сана çын килĕше пуçлать çеç — уйрăлмалла та… Ялан çавăн пек… Никам та ăнланмасть сана. Геннадий Васильевич та… Уншăн та Тамара — вĕренекен ача çеç. Çапла, вĕренекен çеç! Вăл та вĕренсе пĕтерсен ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăман учитель пулса килет. Вара Елена Сардоновна пекех вăрçать, парта хушшинчен туртса кăларать…

Тамарăн сасартăк чун тăвăлса килчĕ. Халĕ çакăнта Геннадий Васильевич тăрас пулсан ăна ăшра мĕн капланнине йăлтах каласа тăкĕччĕ Тамара… Куншăн, паллах, Геннадий Васильевич хăй тарăхнăн пулĕччĕ, мĕншĕн тесен вăл çапах та ăнланакан çын…

Халĕ ĕнтĕ акă каллех Митюкпа ташла… Тамара — Митюкăн!.. Тăхта-ха… Ăçта вуланăччĕ Тамара çакăн пек сăмахсене: «Çĕр çине çуралнă харпăр çынах тĕнчен пĕр пĕчĕк пайĕ, тĕнчен пĕр хăйне евĕр илемĕ. Тĕнче илемĕ — пурин те, ăна пурте тивĕç. Пĕр-пĕр хапсăнчăк ăна «манăн» тесе çавăрса илчĕ пулсан, тĕнчен çав пĕр пĕчĕк илемĕ — уншăн çеç пурăна пуçласа — ыттисене хăйĕн илемĕпе çутă та, тĕс те, кăмăл çĕкленĕвĕ те кÿме пăрахрĕ пулсан, çав — тĕнчене пуянлатма тесе çĕр çине килнĕ çын — тĕнчене чухăнлатать». Тĕрĕсех мар-и çав сăмахсем? Анчах кам каланăччĕ, ăçтанччĕ вĕсем? Э-э, ку кÿршĕри Вовăн дневникĕнчен-çке, ама çури килсе панă тетрадьрен. Çав сехет вăрланă ачан тетрадĕнчен. Çав киревсĕр ачан пуçĕнче те çавнашкал шухăшсем çуралма пултараççĕ-ши?

Тамара шухăшне урмăш мăн сасă татрĕ.

— Мĕн кĕç-çĕн ç-çын пек… ларатăн?

Кам ку? Каллех Митюк-и? Е вăл паçăртанпах кайман-и Тамара патĕнчен? Чăнах та-çке! Вăл Тамара çумнех ларнă! Мĕнле асăрхамарĕ-ха Тамара вăл килсе ларнине? Хăш вăхăтра ĕлкĕрнĕ? Мĕн кирлĕ ăна Тамара çумĕнче? Мĕн калать вăл?

Кам? Эпĕ кĕçĕн çын пек-и? Куçăнах кулать-иç ку. Эсĕ ху кам пек-ши? Мĕн çĕлен пек авкаланатăн кунта! Кĕçĕн çын темех мар-ха. Эс… эс…

Тăхта-ха? Ман пилĕкĕмрен тытать-çке ку?

Çак усал? У-у, йĕксĕк!..

— К-кай…

Сасă хăйне те аран-аран çеç илтĕнчĕ. Тамара пĕтĕм вăйне пухса кăшкăрчĕ: «Кай! Кай! Кай!» Унăн сасси илтĕнмерĕ, тути çеç хускалкаларĕ.

Мĕн пулчĕ-ха чăнах та? Вăл тин çеç шухăшласа ларатчĕ-çке, халь те шухăшлать. Пуç чиперех ĕçлет. Ал-урана, чĕлхе-çăвара, хăлхана тем пулнă.

Пÿртре пăчă. Чуна тăвăр. Чĕре анинчен пĕтĕм ăш-чикĕ тапратса тем капланать… ăша пăтратать, пыралла хăпарать…

Тамара пĕтĕм вăйне пухса ура çине тăчĕ те сулăнса кайрĕ, анчах чăлан хăми ÿкме памарĕ. Тамара алăкалла вăркăнчĕ. Пуçа тем çапăнчĕ, çапах ыратни пĕрре те сисĕнмерĕ.

Тамара алла çатăр çыпăçтарса лартнă шăн тимĕртен, çенĕк алăк хăлăпĕнчен, вĕçерĕнчĕ те кил картишне анакан крыльца çине тухрĕ, пусма картлашки умĕнчи карлăкран уртăнчĕ.

Тĕттĕмре сивĕ çил кастарса вĕрет, вĕри пуçа пурпĕр витерсе уçăлтараймасть.

Пуç сасартăк чăтма çук ыратса килчĕ. Кун пек пуç ыратнине Тамара хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕтĕмпе те пĕрре çеç астăвать. Ку вăл пĕлтĕр мунчара вăйлă-вăйлă, куç курми сĕрĕм тивсе лартнă хыççăн — сивĕ пăлтăра тухса тăрсан — пулнăччĕ. Халĕ çавăн чухнехи пекех ыратса, пăчăртаса килчĕ, пуç мимине такам тăпăлтарса кăларать тейĕн. Кун пек ыратăва тÿсиччен — чунна хăвăртрах пама та турткалашмасăр килĕшмелле. Çак асап çеç тек ан тăсăлтăр.

Акă куç умне каллех такам мĕлки тухса тăчĕ. «Кам ку? Мĕн кирлĕ ăна? Каллех Митюк-и? У-у, чунсăр кĕлетке! Кай кунтан! Кай! Кай! »

Тамара чышкине вăйранах чăмăртарĕ те — сулчĕ, чышки халсăррăн аялалла усăнчĕ.

«Кай, йĕксĕк! Ан çыпçăн! »

Тамара каллех мĕнпур вăйне пухса Митюка кăкăрĕнчен тĕртрĕ. Анчах вăл пуçĕпе çав хăй тĕртнĕ кăкăр çинех тирĕнсе анчĕ.

«Митюк! Кай!.. » — чунтан тарăхса кăшкăрчĕ хĕр ача. Анчах сасси унăн, урмăшнăскер, илтĕни-илтĕнми хуллен тухрĕ. Чунсăр çил те хăйĕн сивĕ кĕввине ĕнернĕ май ку вăйсăр сасса аякка вĕçтерсе кайса чăрманмарĕ.

Тамара хăйĕн вăйĕ иксĕлсе пынине сисрĕ.

Унтан пуç çаврăнса кайрĕ. Хăйне вăл такам çÿлелле сывлăшалла, пĕлĕт çине çĕклесе хăпартнăн туйрĕ. Хĕр ача темĕнле пиншак çаннинчен хытă çатăрласа тытрĕ. Анчах вăл пурпĕр таçта аялалла-аялаллах ÿкрĕ, ÿкрĕ, ÿкрĕ… вĕçрĕ. Çăлтăрсем çаврăнма тытăнчĕç; çуртсем, йывăçсем, тÿпе — кутăн-пуçăн чикелене пачĕç.

Акă вăл чăнласах çĕре ÿкрĕ. Çурăма темĕн сивĕскер, ахăртнех, юр пулас, шăнта пуçларĕ.

Пуçа сасартăк хăрушă-хăрушă шухăш касса кайрĕ…

Çак хăрушă шухăш пĕтĕм хул-çурăма, шăм-шака кĕтмен çĕртен тĕлĕнмелле хăват пачĕ. Тамара мĕнпур вăйран туртăнчĕ те хăййăн çаврăнса ÿкрĕ, тепре туртăнчĕ… Тем хушăра ура çине сиксе тăчĕ, мĕнпур кĕлетке сулăмĕпе такама кăкăртан чышрĕ, шуса ÿкрĕ. Каллех ăна хăрушă шухăш хăвачĕ çийĕнчех ура çине тăратрĕ… Вăл вара хапха çумĕнчи кĕçĕн алăкалла вирхĕнчĕ. Урама сиксе тухрĕ те тăрăнса анчĕ. Çак вăхăтра урампа утса килекен çынна çеç асăрхаса юлчĕ вăл.

Вун пиллĕкмĕш сыпăк

Автобус хуланалла вĕçтерет. Кустăрмисем айĕнчи пирчек юр çанталăк сивĕ пирки çăмăл тимĕр пек йăнкăртаттарса янăрать. Тарланă маччаран тумламсем çакăнса тăраççĕ, вĕсем автобус кайнăçемĕн йышланса пырса татăла-татăла та анаççĕ.

Автобус вăрмана кĕрсен мотор сасси юмансем тăрринчен илтĕнсе пычĕ. Вăрман хĕрринче сайраран пĕрре ларса тухнă ÿплесем автобус сассине каялла тапратса çумран тепĕр автобус иртсе кайнă пекех кĕрлесе юлаççĕ.

Шофер кабининчи сехет йĕпписем улттă çинелле шурĕç. Раштав каçĕ çывхарать ĕнтĕ. Хире-хирĕç килекен машинăсем те ĕнтĕ фарисене çута-çута сÿнтерсе куç хĕскеле пуçларĕç.

Гена ним çинчен те шухăшлас мар тесе автобус моторĕн сассине тăнларĕ.

Мотор сасси малтан питĕ хăвăрт тапакан чĕре пек пĕрпеккĕн те тикĕс кăртлаттарчĕ, унтан васкарах та васкарах тапса шăхăрмах тытăнчĕ. Гена сывлама чарăнса, пĕтĕм кĕлеткипе туртăнса, вĕчĕрхенсе темшĕн вăл «татăлса каясса» кĕтрĕ. Анчах шăхăрнă сасă çинçелнĕрен çинçелсе пырса тăсăлчĕ, тăсăлчĕ…

Мотор сасси татăлса кайсан тин Гена кăкăра ирĕксĕр пухăнса тулнă сывлăша хашлатса кăларса ярать, анчах моторĕ çĕнĕрен харлаттарма, унтан шăхăрса ÿлемĕх тытăнать. Чун канăçсăрланать, пăчă…

Практикăна янăччĕ вĕсене, педагогика институчĕн тăваттăмĕш курс студенчĕсене, ялти вăтам шкула икĕ уйăх çурăлăха. Тата уйăх ытла ĕçле меллеччĕ-ха унта… Анчах Васильев Геннадий Васильевич студент ăна йĕркеллĕн вĕçлеме вăй-хăват çитереймерĕ. Ушкăнтан уйрăлса пысăк айăп тунă çын пек тарать вăл халь шкултан.

Мĕншĕн?

Шкул директорĕ ятланăшăн.

Елена Сардоновна учительница тÿрккессĕн вăрçса тăкнăшăн.

Пуç тавра çавăрса пăхман шухăшпа тунă ĕç пулмарĕ-и ку Генăн?

Ку вăл шкулта хăвăн пирки сарăлнă ырă мар чапа «тĕрĕс» тесе йышăнни пулмасть-и?.. Хайла çитмерĕ-им ăна сирсе пăрахма?..

Студентсем, учительсем сан çинчен тем те пĕр калаçаççĕ… Директор ăнланмасть.

Кусем сана хăвна кăна тивекен япаласем çеç-çке. Мĕн тăвас-ха директорăн екки çавнашкал пулсан?

Студентсем Генăна час-часах эсĕ ху çинчен нумай шухăшлатăн, çавăнпа кÿренетĕн, тарăхатăн тесе асăрхаттаркалатчĕç. Чăнах-çке…

Генăн халь хăй пирки мар, ытларах çын шăпи çинчен шухăшламалла-тăр. Калăпăр, Тамара Голубева шăпи çинчен.

Гена пĕлет: унăн хĕр тусĕ Валя паян менелник ирттерет. Эппин, унта Тамара та, Митюк та пулать. Унта — ĕçкĕ, ашкăну.

Тăхта-ха!.. Кам хушнăччĕ Генăна Тамарăпа ĕçлеме, ăна пулăшмалли май шырама? Вера Федоровна… Вăл та ăнланаймарĕ-ши Генăна халь?

Чим-ха! Вăл халĕ шкулта мар-çке, отпускра! Апла вăл пĕлмест те пуль ним те! Çак кĕтмен çĕртен пуç çине аçа чулĕ пек татăлса аннă çурма чăнлă-суяллă сăмахшăн вăл та ятлĕ-ши?

Çук, çук! Вăл ăнланма тивĕç! Епле-ха Гена ун çинчен малтан аса илмен!

… Гена пĕр вăхăт каллех автобус моторĕ чуна ыраттарса кĕрленине тăнласа пычĕ, унтан сасартăк ура çине сиксе тăчĕ те шофера паллă паракан кантрана хыттăн туртса лăскарĕ. Автобуса уй варринче чарнăшăн кăмăлсăрланнă кондуктортан каçару ыйтса Гена уçăлнă алăкран çĕре сиксе анчĕ те хăвăрт каялла утса кайрĕ, тепĕр самантран вăл чупмах тытăнчĕ…


Автобус çинчен анса каялла яла çитнĕ студент йывăр чăматанне тайăларах йăтса хăйĕн хваттерĕ еннелле утрĕ.

Хăрах питлĕ уйăх е хуралтă хушшисенчен тухса пăхса, е çара йывăçсем ăшĕнче турат çинчен турат çине сиксе, йĕрлесе пынă пекех çынран юлмасăр, шăпланнă ял урамĕн пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçнелле сулăнчĕ.

Гена виçĕ чÿречеллĕ пысăк мар çурт тĕлне çывхарнă май ирĕксĕрех хуллен утрĕ.

Çуртăн виçĕ чÿречине те çÿхе карăпа картланă, çÿлти пысăк куçĕсем çеç уçă. Вĕсенчен, уйрăммăнах варринчи чÿречирен, урама вăйлă çутă урисем анаççĕ. Юр çинче кантăк карри витĕр ÿкнĕ пуç мĕлкисем сулланаççĕ. Кунта арçын мĕлки те, хĕрарăм мĕлки те пур. Шалтан урмăш сасăсем илтĕнеççĕ. Генăна уйрăммăнах питĕ çинçелсе виçерен иртнĕ сасă чуна хăйăрттарса илтĕнчĕ.

Кантăкра пĕркÿлĕм çын пуç мĕлкисем элес-мелес куçкаларĕç. Кил хушшинче пÿрт ум алăкĕ йывăррăн хĕсĕнсе хупăнчĕ. Тен, Тамара та çакăнта пулĕ?.. Гена хваттере васкарĕ. Митюк халь те таврăнманнине пĕлсен вăл çĕлĕкĕпе тумтирне хывмасăрах алăкăн-тĕпелĕн çаврăнкаларĕ те каллех пÿртрен тухрĕ. «Çитетĕп те ним пулман пекех кĕрсе каятăп, — терĕ вăл ăшĕнче. — Ан тив, чĕнмен хăна пулам».

Гена хăй паçăрхи çурт патнелле çывхарнăçемĕн хапха умне çарамас çын вирхĕнсе тухса тăрăнса аннине курчĕ. Ун хыççăнах тепĕр мĕлке сиксе тухрĕ. Вăл темшĕн, вăрă тунă пек, унăн-кунăн пăхкаласа илчĕ те — çулпа пыракан çынна асăрханипе çийĕнчех каялла тапрĕ.

Хапха умне тăрăнса аннă кĕлетке пĕр вăхăт хускалмарĕ. Тепĕр самантран вăл ура çине тăрсан Гена ку хĕр ача иккенне курчĕ. Хĕр ача, çĕре япала ÿкернĕ пек, пĕшкĕнчĕ, тем хыпаларĕ, унтан тÿрленчĕ, сулланкаласа хапха çумне çурăмпа сĕвенчĕ, икĕ аллине саркаласа пуçне каçăртрĕ, каçхи çут çанталăкшăн тĕмсĕлнĕ çын пек тÿпенелле пăхса тăчĕ.

Çак хушăра Гена хуллен Вальăсен тĕлнелле çывхарчĕ.

Хĕр ача çак вăхăтра хапха çумĕнчен хăйне такам тĕртсе янă пекех уйрăлчĕ те сукмак çине ыткăнчĕ. Генăран пĕр виç-тăват утăмра вăл çĕре тирĕнсе анчĕ, ерипе ура çине тăчĕ, пĕр утăм мала ярса пусрĕ, вара каллех чарăнчĕ.

Хĕр ача çÿхе тутăрпа çеç пĕркеннĕ. Унăн уринчи хура çăматă кунчи те юрланса пĕтнĕ, кĕске кĕпе айĕнчен çара чĕркуççи курăнать. Аллисене вăл, тутăрне пăчăртанă май, кăкăр умне хĕреслесе тытнă. Хăй умĕнчи çын çине хĕр ача вăйранах куçне хĕссе пăхса тăчĕ.

— Тамара!..

Хĕр ача пуçне вăрт ывăтрĕ те куçĕпе Гена çине тăрăнчĕ. Унăн куç хăрпăкĕсем пăрланса шуралнă. Куç пакăлтисенче тĕттĕм сĕм тăрать. Чарăлнă икĕ куçĕнчен икĕ çур уйăх сиввĕн пăхать.

Гена çÿçенсе илчĕ. Хăй умне юмахри симĕс кантăр сÿсĕ пек çÿçлĕ вутăш хĕр, кăтăкласа вĕлерекенскер, тухса тăнăн туйăнчĕ. Калас тенĕ сăмахсем те пыра ларчĕç.

— Геннадий Васильевич?! — тĕлĕнчĕ хĕр ача сасартăк татăлас пек çинçелнĕ вĕчĕх сассипе.

Ку сасă Генăна çухатса ячĕ, çан-çурăма сивĕ çÿçенчĕк сăр-сăр саланчĕ. Ку сасса илтсен Гена хăй умĕнче кам тăнă пирки те пĕр ăстрăм иккĕленчĕ. Тамара сассиех-и вара? Чĕрере халиччен сĕртĕнме те хăймасăр упраса усранă таса хĕлĕх чуна ыраттарса татăлса кайрĕ.

— Эсир халĕ каятăр ĕнтĕ. Çапла-и? Алă та сулмастăр?

Гена аллисене кăкăр умĕнчи чалăш кĕсьесене чиксе куçне мăчлаттармасăр хĕр ача çине пăхса тăчĕ. Хĕр ачана типири тытнă тейĕн.

— Э-э… Пĕлтĕм, пĕлтĕм! Эсир кайиччен малтан ман çинчен учительсене каласа паратăр ĕнтĕ, — терĕ хĕр ача тĕлĕнмелле хăюллăн та чăрсăррăн. — Çапла-и?

Хĕр ача хальхинче чăн та вутăш пек ахăрашса кулса ячĕ.

— Çапла пуль, э? Калăр, калăр! Эп хăрамастăп текех! Никамран та хăрамастăп! Пымастăп шкула эп урăх!..

Гена çав-çавах хускалмасăр, куçне ыратичченех хĕссе хĕр ача çине пăхса тăчĕ.

— Эсир, учительсем, улталатăр пире! Эсĕ те учителе тухсан ыттисем пекех пулатăн! — кăшкăрсах ячĕ хĕр ача. — Суятăр! Пур çĕре те çул уçă тетĕр. Çынсем çав тери лайăх, ырă тетĕр!..

Генăн çĕлĕкĕ айĕнчен çамка тăрăх тар юхса анчĕ. Хăлхара кашларĕ. Вăл икĕ утăм ярса пусрĕ те хĕр ача умне çитсе ăна ерипен аллинчен тытрĕ, тепĕр аллипе унăн ĕнсе çинелле кайнă тутăрне хăпартрĕ.

— Эсĕ шăнса пăсăлатăн, — терĕ Гена май килнĕ таран лăпкăн. — Тата халь эс ывăннă та. Канас пулать сан. Ыран калаçăпăр. Юрать-и?

Хĕр ача сасартăк лăштăр кайрĕ, пуçĕпе Гена кăкăрĕ çине тĕршĕнчĕ те ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ.

Гена ăна лăплантармалли сăмах шырамарĕ те, тупайман та пулĕччĕ, мĕншĕн тесен çынна кун пек чухне хăйĕн куççулĕ сăмахран ытларах çăмăллăх кÿрет. Çемçелсе кайнă хĕр ачана, пĕтĕм кĕлеткипе туртăнса чĕтрекенскерне, Гена ним чĕнмесĕр хулĕнчен шăлчĕ.

Кам пĕлет, мĕнпе вĕçленетчĕ çак тĕлпулу, анчах унăн кĕтмен çĕртен урăхла вĕçленмелле пулчĕ.

Çак хушăра Вальăсем патĕнчен тухнă икĕ йĕкĕт Генăпа Тамара патне çывхарчĕç. Вĕсем, ÿсĕрскерсем, ахăрчĕç, кулчĕç. Митюк тÿрех Гена умне пычĕ. Унтан…

Ку пуçтахла сценăна ÿкерсе пама та кирлех мар. Гена хăлхине темĕнле намăссăр сăмахсем илтĕнчĕç. Унтан малаллине вара Гена лайăх астумасть…

Боксерсене кун пек чух (Гена институтра боксерсен кружокĕнче тăнă) çын пит-куçĕнчи виçĕ вырăн тÿрех куç тĕлне пулать: икĕ тăнлав та янах айĕ. Хăрах тăнлавĕ çÿç чăмаккипе хупланнă, тепри — çын хăяккăн тăнипе — курăнмастчĕ. Сарлака янахĕ çĕкленерех те малалла тухса тăрать. Гена мĕнпур тăрăхне хăрах чăмăра пуçтарса, тăлпăвĕпе чикĕнсе сылтăм чышкине çав янах айне тăрăнтарчĕ. Умри кĕлетке касса янă пек хыçалалла ывтăнчĕ.

Кайран вара пĕтĕмпех тĕлĕкри пек пулса пычĕ. Тахăшĕ Гена çине хыçалтан сиксе ларчĕ, тахăшĕ темле хытă япалапа чĕркуççирен лектерчĕ, кайран пуçран та темскер тиврĕ…


Чĕркуççи икерчи чăтма çук ыратнипе Гена вăрахчен тăраймасăр выртрĕ. Пуçа та кăшт хĕстерет, ыратнинчен ытла ăна юр шăнтать, ура пÿрнисем шăнса кÿтрĕç. Хăлха чиккинче — шавлать.

Самантран Гена уксахласа тăвайккинчен анчĕ. Те шăнса кайнипе — урасем Генăна хăйĕн мар пек, темĕнле транккай çинче утнă чухнехи пек туйăнчĕ. Пăрлак çул тайкалантарчĕ, шутарчĕ. Куç ылмашрĕ.

Тÿпере шăнса кайнă çăлтăрсем чĕтрерĕç.

Гена хăйĕн хваттерне мар, палланă юлташĕ патне кайрĕ. Юлташне вăл паянхи ăнкайсăр ĕç пирки нимĕн те шарламарĕ, ют хваттере пынă пирки «хамăннинче таракан шăнтаççĕ» текелесе çеç шÿт тăванçи пулчĕ.

Тепĕр кунне ирхине вăл чĕркуççи чашки, тÿш шăмми ыратнипе аптрарĕ.

Вун улттăмĕш сыпăк

Тамара кунĕпех чăлантан тухмарĕ. Вăл пĕр тапхăр чăлан алăкĕнчен курăнакан шур илнĕ куç пек шуралса шăннă чÿрече çине пăхса выртрĕ, унтан пуç çинченех çиттипе витĕнчĕ те килте тĕртнĕ тÿшек çиттин йĕп çăртинчен те пĕчĕк çип куçĕ çине вăрахчен пăхрĕ, çип куçĕ пысăкланнăран пысăкланса пырса 15 пуслăх кĕмĕл укçа пысăкăш тĕтреллĕ çаврашка пулса тăчĕ. Çав çаврашка витĕр каллех çур чÿрече курăнчĕ. Вăхăтăн-вăхăтăн йывăç тăрри мĕлки, уйăх çутипе чÿрече çине ÿкнĕскер, суллана-суллана кантăка шăлчĕ.

Сасартăк кантăк умне çын пуçĕ шăвăнса тухрĕ…

Çын пуçĕ пĕр хушă ним хускалмасăр хытса тăчĕ. Тамара унăн усăнса аннă çÿç пайăркине те, темĕнле сиввĕн йăлтăртатакан хура куç шăрçине те курчĕ. Çын мĕлки çапла тăнă хыççăн пĕр утăм пек çывхарчĕ. Мĕнле çын ку? Пÿртрех-и вара вăл? Пÿртре пĕр чун та çукчĕ-çке. Валя та хальтерех çеç тухса кайрĕ.

Тамара çÿçенсе чĕтренчĕ те хăранипе куçне чарса пăрахрĕ.

Арçын тата тепĕр утăм ярса пусрĕ. Халĕ вăл кăкăр таранах тухрĕ, унтан каллех темиçе утăм турĕ. Акă вăл Тамара пуçĕ вĕçнех çитрĕ те хăрах аллине ерипе хăпарта пачĕ. Вăл никам та мар, Митюк пулас?

Хăлхара тем шавлама, кĕрлеме тытăнчĕ, шав ÿснĕрен ÿссе пычĕ, çавна май пĕтĕм кĕлетке чĕтреме тапратрĕ, чĕрере тытамаклă хăрушлăх шăмалса çĕкленчĕ.

Тамара кăшкăрса ячĕ те çиттие сирсе ывăтса тĕлĕнмелле хăвăрт сиксе тăчĕ. Алчăранă куçпа арçын çине тинкерчĕ.

Ăçта-ха арçын? Çын йăп пулчĕ!

Пÿлĕмре çав-çавах никам та çук иккен, чÿречере те пĕр чун çук… мĕн япали ку? Тĕлĕк-и? Тамара çапла хăй сисмесĕрех çывăрса кайнă пулмалла.

Тĕрĕс. Çывăрса кайнă. Чÿречере ухăнса тăракан йывăç туратти те çук иккен. Тулта та уйăх пăхмасть. Эппин, ку та тĕлĕк çеç? Чăн та, каç пула пуçланă çеç-çке. Анчах Тамара çак çитти куçĕ витĕр чип-чипер çак кантăка, пÿлĕме, чăлана курса выртатчĕ мар-и?

Тамара сехĕрленнинчен халĕ те лăпланса çитеймесĕр хăй вырăнне малтанхи пек майлашрчĕ те çиттипе пĕркенсе пăхрĕ.

… Çитти çинче нимĕнле шăтăк та, çутă та палăрмасть. Унта ниçта йĕп кĕмелĕх çип куçĕ те çук-мĕн. Епле-ха ун витĕр Тамарăна чÿрече, пÿлĕм курăнма пултарнă? Эппин, ку та тĕлĕк çеç?

Тахçан, ача чухне, урайĕнче çиттипе пуç çинчен пĕркенсе выртнă чухне çаплаччĕ мар-и? Ирхине çиттие карăнтарса пăхса тăрсан-тăрсан çиттин пĕчĕк çип куçĕсем кĕмĕл тенкĕ пысăкăшех ÿссе çавраланатчĕç çав тенкĕ пек çавра çутăсем витĕр, чăн та, ним те палăрмастчĕ, вăл тĕтреллĕччĕ, хăш чухне тата çав шурă карав çинче Тамарăна хăйĕн куçĕнчи темĕнле пĕчĕк чĕрĕ пăнчăсем, куçаканскерсем, курăна пуçлатчĕç.

Ку пĕтĕмпех тĕлĕрÿ витĕр кĕнĕ урăм-сурăм тĕлĕк пулсан ăçтан-ха шав, ăвăнса-ăвăнса пырса пĕтĕм кĕлеткене лăскаканскер? Вăл чиперех илтĕнчĕ-çке. Тамара сывлама чарăнса тăнласа пăхрĕ. Пит-куç, тăнлав юн тымарĕсем карăнчĕç те, хăлхара паçăрхи майлах темĕнле шав тапранчĕ.

Юн кашлать иккен хăлхара. Хăлха пăсăлнă ахăр. Е хăранипе çапла шавлать-и вăл?

Хĕр ача халĕ пуç çинчен витĕнме те хăрарĕ. Çиттие вăл пачах сирсе пăрахрĕ те вăрахчен маччаналла пăхса выртрĕ.

Вырăн тĕлĕнчи мачча хăми çинчен пĕр пысăк турат куçĕ Тамара çине чарса пăрахнă куç пек пăхрĕ. Тепĕр хăма çинче ăна мăшăрлă чапрас куç та тупăнчĕ. Çавăнтах сарса пăрахнă çăмлă çăвар та, капан шăллăскер, пур. Тискер пуç çывхарнăçемĕн çывхарчĕ. Тамара хăлхине вара тискер те шелсĕр сăмахсем илтĕнме пуçларĕç.

«Кам эсĕ?.. Ĕçке ернĕ хĕр! Учителе тем те пĕр каласа хăртаканскер! Тăван килтен писнĕ чупкăн! Митюк варли!.. »

Митюк… Кам-ха вăл Митюк? Мĕншĕн-ха акă халь ун çинчен аса илсен чĕре айĕнче темĕнле сивĕ япала йăсăл-л! турĕ?

Чăн та, мĕн тери киревсĕр этемсем пур çĕр çинче!

Тамарăна, тен, Геннадий Васильевич хăтарчĕ-тĕр? Вăл-çке çулпа килетчĕ. Тамара ăна… Çук, çук! Тамара ăна ун пек каласа тăкасшăн марччĕ. Ку вăл Геннадий Васильевича ыттисенчен пачах уйăрса, вăл çыннăн чун-чĕрине ăнланаканскер тесе ĕненнипе тата ăна çеç хăйне ăнланакан пĕртен-пĕр çын тесе çывăха хунипе пулчĕ. Гена мар, урăх çын пулнă пулсан — Тамара ăна сăмах та хушмĕччĕ. Ку вăл, тĕрĕссипе, кирек те кама, ăнланакан çынна, ăшра мĕн капланса-кÿтсе çитнине каласа парас тениччĕ, çакă çеç.

Мĕн шутлать халь вăл Тамара çинчен? Чуна уçса памалли пĕртен-пĕр çынна та çапла кÿрентерчĕ Тамара. Халь ĕнтĕ никам та çук…

Валя-и? Валя та… Тамарăн ăна халь тус тесе шутламалла?

Ку çĕркаç пулчĕ-çке-ха.

Тамара чăланта выртатчĕ. Пÿрте иккĕн кĕчĕç. Чăлан карри çине кăшт тăхтарахпа пĕр-пĕрин çумне таяннă икĕ пуç мĕлки ÿкрĕ. Пăшăлтатса пуплерĕç, кулчĕç. Куласса çеç вĕсем ним пытармасăр мĕнпур сасăпа кулчĕç. Ку вара çав тери чуна тарăхтарчĕ. Тамара малалла хăлхине хупласа выртрĕ те кайранхине çакна çеç пĕлчĕ: çутта сÿнтерчĕç…

Тамарăн ăшĕнчен темĕнле йĕклĕ туйăм хăвăрласа тухрĕ. Çакăнпа пĕрлех, хăлха тĕлĕнче такам параппанне çапса янă пек, пуçра йăлтах кисренсе кайрĕ. «Валя… Тамарăн чун тусĕ, хаклă юлташĕ! Вăл та çавнашкал-и? »

Валя! Çапах вăл çакăн хыççăн та хăйне хăй таса мерчен пек тытма, çын умне тăрса калаçма-кулма хăюлăх çитерет-çке. Эппин, вăл, Тамара ăна шаннă-хисепленĕ чухнех çапласкер, клуба çÿреме, Тамарăна хăй патне чĕнме, мăйран ыталама чун калякĕ çитернĕ? Мĕнле-ха Тамара ăна сĕм те асăрхаман?

Çак шухăшсем хыççăн Тамара хăйне хăй çав тери тăр пĕчченнĕн туйса хăйшĕн хăй сехĕрленсе ÿкрĕ. «Сан юлашки тусу та ултав çеç пулчĕ-и? Тен, эпĕ те Валя пекех? » Ĕнер вăл кĕçех Валя пек пулса тăратчĕ-çке. Кĕçех? Тамара Вальăн тусĕ-çке, çынсем вĕсене иккĕшне пĕрле кураççĕ. «Хăвна пĕлесчĕ», — тет вăл. Тамара, тен, унран та киревсĕртерех? Валя килтен тухса тарман, вĕренме пăрахман, учительсемпе чĕрре кĕмен. Ун çинчен нимĕнле усал ят та тухман… Пур хитрелĕх те, эппин, çиелтен çеç çапла хитре курăнать пуль? Ку вăл эсĕ япалан тÿнтер енне пĕлменни пуль? Ху айван та ухмаххи çеç санран çав икĕ енлĕ япалан пĕр енне пытарса саншăн çав япалана «хитре» тăвать…

Тамара шăлне шăтăр-р çыртса мĕнпур вăйран куçне хĕсрĕ те, куç тымарĕсем ыратса килчĕç. Вăл çапла пĕр тапхăр ним хускалмасăр выртрĕ.

Тулта — пăлтăрта — паçăр типшĕнме тухса лартнă тимĕр витре шăнса пынă май хушăран хушă чăнк-чанк тутарса сасă пачĕ. Тĕпелте кăмака анинчи чейник, питлĕх çумĕнче вĕриленсе пыраканскер, çулла пÿрте çакланнă сăпса ирĕке тухасшăн кантăк çинче сиккеленĕ пек сĕрĕлтетсе нăйкăшма тытăнчĕ. Мăрьере çил вил хÿххи пек кичеммĕн те йăлăхтармалла ÿлерĕ.

Тамара куçне уçрĕ те каллех мачча çинчи шăлне ейсе пăрахнă пуçа курчĕ.

Хăлхана таçта ирра авăтнă пек сасă илтĕнчĕ. Куна илтсен мачча çинчи хăрушă пуç та самантрах чăл-пар саланса каллех ниме пĕлтермен турат куçĕсем пулса тăчĕ. Вăл хăйĕн тискерлĕхне пĕтĕмпех çав ир-р! текен сасса пачĕ тейĕн.

Тамара тепĕр хут тăнласа итлерĕ. Ирра — çĕр шапи — таçта çакăнтах вырăн таврашĕнче авăтнă пек. Вăрăммăн тăр-р-р! тутарнă сасă таçта шарманка çавăрнă пек илтĕнет. Кун пек сасă çулла сулхăнта çумăр умĕн пулать. Сакайĕнче мар-и вăл?

Хальхинче ирра вырăн çинче авăтрĕ.

Хĕр ача сывлама чарăнса хуллен тăрса ларчĕ. Ирра, чăн та, вырăн çинчех! Тамара хăвăрт çиттие сирсе пăлхатрĕ, вырăна, минтерĕ хускатса пăхрĕ, унтан сасартăк шарт сикрĕ — сасă хальхинче ăш-чикрен тухнă пек илтĕнчĕ… Тахăçан амăшĕ каласа панăччĕ: пĕр арçын ача выртмара çăварне карса çывăрнă имĕш те, ун хырăмне шапа кĕнĕ.

Çакна аса илсен хăлхара каллех паçăрхи хăрушă шав кĕрлесе çĕкленчĕ. Хĕр ача вырăн çинчен такам хÿтернĕ пек хăвăрт сиксе анчĕ те чăлантан вирхĕнсе тухса урай варринче чарăнчĕ. Тăркăшлă сивĕ урайĕнче чуна хăйăрттарса тусан кăшăртатрĕ.

Пÿртре шăп. Пĕрене тăрăх çеç темскер, юплĕ хÿре-и, мăка чăкăртаттарса-кăтăртаттарса чупрĕ, мачча çинчен хăма хушшипе пĕр чĕптĕм пек тăпрас кăшăртатса юхрĕ. Унтан карт сиктерсе, çав вăхăтрах пĕтĕм кĕлеткене чун кĕртсе кĕçĕн алăк шанлатрĕ, мачча тăрăх кил хушшинчен урам еннелле хура мĕлке шуса иртрĕ. Ку Валя пулчĕ иккен. Тамара тÿрех ăна хирĕç ыткăнчĕ.

— Паян райцентр мунчи ĕçлет-и? — хăраса ыйтрĕ вăл Валя кĕнĕ-кĕмен. Валя васкамарĕ: пальто хывса çакрĕ, тутăр салтрĕ, çÿç тураса юсарĕ. Тамара халĕ те хурав кĕтсе тăнине асăрхасан тин ÿркевлĕн каларĕ:

— Мĕн, эсĕ паян каллех мунча кĕресшĕн-и? Виçĕм кун çеç кĕтĕмĕр-иç.

Тамара чĕнмерĕ. Валя çине шиклĕн пăхса илчĕ те чăлана таврăнчĕ.

Тамара амăшне Валя вăл кунта çук тесе тунчĕ пулин те, Тамара хăй патĕнче пурăнни уншăн чăрмав иккенĕ лайăх сисĕнет. Вальăн хăйĕн те, темĕнле чаракласан та, сăмахĕ вĕçерĕнсе кайрĕ. «Анне килсен вăрçать ĕнтĕ сахăр нумай пĕтернĕшĕн… » — терĕ вăл ирхине. Çиесси енчен Тамара ĕнер каç та, паян та «анмасть» тесе хĕлхем те ăша ямарĕ, ĕнер ирхине çеç «чун татăласран» кăшт çырткаларĕ. Унăн, чăн та, апат шухăшĕ те, çинĕ тĕлĕ те пулман… Тамара лайăх чухлать: текех кунта пурăнма юрамасть, анчах киле те кайма çук.

Чăлана хăмăр чаршав витĕр хăмăр çутă ÿкет. Кĕтессенче тĕттĕм кÿмерккисем лăпчăнса тăраççĕ, вĕсем сарăлнăçем сарăлса пычĕç, икĕ кĕтес стена тăрăх хыпашласа хире-хирĕç шурĕç. Тĕттĕм кÿмерккисем кĕçех, хура упасем пек, «урисене» чăлан варринелле ярса пусрĕç, тытăçса ÿксе пĕтĕм чăлана тултарса лартрĕç. Тамара сасартăк каллех шарт сикрĕ те чăлантан чупса тухрĕ, урай варринче чарăнса тăчĕ.

— Чăп! Ан шарла-ха! Итле! — терĕ вăл, сехри хăпнăскер, шиклĕ сасăпа хуллен, аллине хăлха тĕлне çĕклесе.

Валя ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ, вара хăй те хăраса итлерĕ.

— Ирра!

— Уй, анра-сухра! Ан ухмаха ер-ха… Хĕл кунĕнче мĕн ирри?

Тамара каллех чăлана таврăнчĕ, самантран пуçне кăларчĕ.

— Валя, — терĕ вăл, — йÿçĕтнĕ пан улми пурччĕ-и сирĕн?

— Йÿçĕтнĕ пан улми? Уй, епле ăша тытрăн-ке? Анне валли те юлмарĕ пуль.

— Эп сана укçа паратăп.

Валя пĕр ăстрăм чĕнмерĕ.

— Халь шăнса ларнă ĕнтĕ, — терĕ вăл кăшт тăхтасан кăмăлсăррăн. — Илсе кĕрем эппин.

— Пăлтăра ларт, — хушрĕ Тамара хуллен. — Кайран çийĕп…

Валя хуравăша ним тавăрса каламасăрах Тамара çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ те чашăк йăтса тулалла тухрĕ.

Вальăн кăвакрах куç шурри çинчи сарăрах тĕссем палăраççĕ. Куç пакăлтисем кăвак йĕрпе карталаннă.

Çакна курсан ăшра темĕнле аван мар туйăм хускалчĕ. Кун пек туйăм хăш чухне ăшă пÿртре ним шухăшламасăр ларнă чухнех, такамăн мăрăлти сасси хуллен илтĕнсе ачашланă чухне, пуçра тем ăшăнса-ирĕлсе кайнă пек туйăнса кăшт кăтăш пуснă чухне пулать. Çав çемçе сасă сана темĕнле ăнланма çук екке ярса ăша темшĕн йĕклентере пуçлать. Хăвăн чи çывăх çынну та пĕр кĕске авăка йĕрĕнтерсе ярать…


Тĕлĕре пуçланă хĕр ача карт туртăнса вăранчĕ те ансухланса кайрĕ; куçне уçма хăтланчĕ, анчах вăл уçăлмарĕ пулас: çывăрнă чухнехи тĕттĕм ун çинчен пĕр сĕм те сирĕлмерĕ. Тамара куçне сăтăрса пăхрĕ, куç уçах-мĕн… Вăл аптранипе тăрса ларчĕ, хăй ăçтине те, хăш енче стена, хăш енче чÿрече е мачча иккенне те ним ăнкартса илеймесĕр пуçне пăркаласа пăхрĕ, хăй халĕ мачча çинче пуçхĕрлĕ ларнăн, кĕç-вĕç çĕре татăлса анассăн туйăнчĕ, вара пуç çаврăнса кайрĕ. Тамара хуллен каялла вырăн çине тÿнчĕ — çакă уншăн пĕлĕт çинчен çĕре татăлса аннă пекех хăрушă пулчĕ. Çак самантра вара куçра кăшт тул çути чăлтлатрĕ те — тин чун кĕчĕ, тăн кĕчĕ. Вăл халĕ те Валя патĕнче чăлантах иккен, куç та курать, çĕр çав тери тĕттĕммипе çеç — куç уçнăпа уçман пĕрех ним палăрмасть-мĕн.

Тепĕртакран ыйхăллă-мĕнле витĕр куç умĕнче тĕрлĕ арăш-пирĕш тĕлĕк хĕвĕше пуçларĕ. Темĕнле çынсем шуса иртрĕç.

Такам-çке Тамарăна тĕлĕнсе те хĕрхенсе: «Ай-йа-а-ай! » — тет. «Ай-йяй! » — тесе кашлать вăрман, тавралăх. Çынсем иртсе каяççĕ çапла каласа. Акă Геннадий Васильевич… «Ай-йа-ай! » — тет вăл хуллен, вара пăрăнса утать.

Тамара йынăшса ярса ÿпне çаврăнса выртрĕ те пуç çинчен çиттипе пĕркенчĕ, минтерĕ тепĕр енне çавăрса хучĕ. Минтерĕн сивĕ енĕ вĕри пуçа кăшт лăш панă пек. Самантлăха пуçра шыв лăпкă юхнă майлă тем ирĕлсе тăрать. «Халь ĕнтĕ çывăратăп! » — тет Тамара хăй ăшĕнче. Çапла шухăшлама пултарнинчен хăй те тĕлĕнет: «Çывăратăпах пулсан мĕнле-ха çапла шухăшлатăп халĕ? »

«Ыйхăра та шухăшлатăн, шухăш çывăрмасть», — тет темĕнле пĕр хĕрарăм, сарă кĕпеллĕскер, ума тухса тăрса.

«Мĕнле-ха апла? » — тĕлĕнет Тамара.

«Акă сана пĕр япала каласа парам», — тет вăл; хăй нимĕн те чĕнмест. Тамара çине кĕç-кĕç темĕнле хăрушă-хăрушă хыпар калас пек тинкернĕçемĕн тинкерсе пăхма тытăнать, куç сиктермесĕр пăхать, çапла пăхнă май вăл çывхарнăçемĕн çывхарса килет, куçĕ сăнсăрланнăçемĕн сăнсăрланса, тискерленнĕçемĕн тискерленсе пырать. Ăшран тытамаклă хăрушлăх çĕкленет, сывлăш пÿлĕнет… «Ак кур! » — кăшкăрса ярать хĕрарăм.

Тамара каллех хыттăн йынăшса вăранса кайрĕ те ним хускалмасăр куçне чарса выртрĕ. Сарă тумлă хĕрарăм халĕ те умрах тăнă пек, унăн карăш авăтнă пек сасси те хăлхарах, аллинче ун — шăн пан улми.

«Чăн та, мĕншĕн шăн пан улми ăша кĕрет-ха? Валя халь те илсе кĕмерĕ-и ăна? Манăн мунча кĕме каймалла-çке. Ăçта-ха Валя?»

Тамара хуллен вырăн çинчен тăчĕ те пуçне чăлантан кăларчĕ.

Сехет çеç хăрушшăн криклетсе шаккать. Çын сывланă тавраш илтĕнмест.

Тамара Вальăн койкине хыпаласа пăхрĕ — никам та çук. Халь те килмен-и вăл? Тамара кантăкран урамалла пăхрĕ — пĕр хăйă çути те курăнмасть.

Хыçалта такам тăнă пек… Тамара çаврăнса пăхрĕ.

Э-э, пиншак-çке тенкел çинче выртать.

Хăйă çутмалла мар-ши? Ăçта-ши шăрпăк?

Тĕпелтен чуна тапратса темĕнле çатлатнă сасă илтĕнчĕ.

Тамара аллисене кăкăр çумне карт туртса илсе хутланса тăчĕ, пара шăрпăк тупмасăрах каялла чăлана таврăнчĕ те çиттипе чĕркенсе выртрĕ. Чĕре сикме чарăнсан вăл çапла шухăшларĕ: «Çапах та мĕншĕн чуна çакнашкалах канăç çук? Мĕн туса лăпланма пулать? »

Тепĕр авăкран куç умне каллех сарă кĕпеллĕ хĕрарăм хирĕнсе тухрĕ. Ку çын никам та мар, кÿршĕри вуннăмĕш класа каякан Вовăн ама çури амăшĕ иккен. «Эпĕ сана çавна каласшăнччĕ те, эсĕ темшĕн хăрарăн манран», — тет вăл.

Хĕр ача чылайччен лăпланаймасăр выртрĕ. Мĕншĕн ыйхă килмест-ха? Çывăрасчĕ, çывăрасчĕ!

Пур-çке çак меслетсем тĕнчере!

Шăн пан улми! Тамарăна амăшĕ нихçан та çавна çиме хушмасть. Такам, тăванĕ-и, çавна çисен эрнеренех вилнĕ имĕш. Эрне асапланнă ĕнтĕ — кайран лăпкă-лăпкă. Тамара халĕ пĕр-пĕр ÿт-пÿ ыратăвне çак чун ыратăвĕпе савăнсах улăштарĕччĕ. Çапах та Валя ма пан улми илсе кĕмерĕ-ха? Çапах ма тек-текех пан улми аса килет?

Тамара çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ, çак вăхăтрах чĕрене темĕнле ăнланма çук сывă мар савăнăç пиелесе илчĕ.

Пуçра пĕр енчен хатарлă та, тепĕр енчен савăклă пĕр шухăш темĕнле кĕтмен хĕпĕртÿ парса амаланма тапратрĕ.

Тамара çак шухăш çинче чарăнса пĕр тапхăр ним тапранмасăр выртрĕ, ыйхă та уçăлчĕ те, вара тута ирĕксĕр йăл кулса илчĕ.

«Хăçан-ха вара? »

«Ыран!.. »

Вун çиччĕмĕш сыпăк

Вера Федоровна вун пилĕк çула яхăн ĕнтĕ шкулта ĕçлет, анчах нихăш çулне те вăл кăçалхи пек канăç çухатман. Юлашки вăхăтра ăна пуринчен ытла 9-мĕш класри Голубева хăтланăвĕсем хăрата пуçларĕç. Акă халь уйăх çура яхăн отпускра пурăннă чухне те вăл Голубева пирки тем ĕç юлнă пек пăшăрханса час-час шухăша каять. Ахаль мар ĕнтĕ вăл Геннадий Васильевич студент практиканта, çав класа ертсе пыракана, уйрăммăн асăрхаттар-сах ĕç хушрĕ. Ун çине вăл пысăк шанăç хучĕ. Анчах Вера Федоровна çакăншăн халь шкултан килнĕ тĕрлĕ сас-хурана пула пăшăрханса ÿкрĕ. «Голубевăна Геннадий Васильевич пăсса янă… Вĕсем пĕр-пĕринпе вĕрентекенпе вĕренекене, аслă юлташпа кĕçĕн юлташа тивĕç çыхăнупа мар явăçса кайнă», — пĕлтерчĕç Вера Федоровнăна шкулта. Апла Вера Федоровна хăй пулăшрĕ хĕр ачана йăнăш çулпа кайма? Кунпа пĕрлех тата çапла пĕлтерчĕç: Геннадий Васильевич ют шухăшлă çын иккен.

Çак хыпар ăша вăркатса ячĕ. Вера Федоровна вара хăй студентпа калаçнă чухнехи кашни сăмаха аса илсе шута кайрĕ те каллех иккĕленчĕ, чун студент енчех тăчĕ: çук, ку ача ун пек-кун пек пулассăн туйăнмасть. Кунта, тем, учительсем йăнăшаççĕ. Уйрăм-уççи урăхларах-тăр.

Çак шухăш çирĕпленсех пычĕ. «Татма кирлĕ марччĕ пулĕ унпа Голубева хушшинчи çыхăнăва, — шутларĕ Вера Федоровна. — Эппин, халĕ каллех пăтăрмахлă вăхăтра унран студента уйăрса тĕрĕс мар турăмăр, çапла, хамăр уймăллă çул çине тĕртетпĕр ăна… »

Паян Вера Федоровна çак канăçсăр шухăшпа тата Геннадий Васильевича курас ĕмĕтпе шкула кайрĕ. Шкулта та вăл ăша вырттармалли хыпар илтмерĕ. Голубева йăлтах шкултан писнĕ иккен, вăл ĕнтĕ тăватă кун шкула пыман, килте те çук имĕш. Геннадий Васильевич та килмен-мĕн. Директор ăна шкул çумĕнчен уйăрас пирки, методистпа студентсем ăна институтран кăларса ярасси, ку ĕç тарăнрах каясси çинчен калаçрĕç. Виçĕм кун каçхине Геннадий Васильевич хăйĕн хваттер хуçи ачипе хĕршĕн çапăçнă иккен, вара хваттерĕнчен тухса кайнă. Хваттер хуçи арăмĕ шкула пырса тухнă: сирĕн студент ман ывăла хĕнесе тăкнă тенĕ.

Голубевăпа мĕн тăвас пирки никам та пат татса калайман.

Хăш-пĕрисем унпа айланма та кирлĕ мар терĕç. Шкула юратмасть, учительсене хисеплемест, вĕренмест. Мĕн унпа чăрманса пуç тăнне яма? Аслă класра наука сĕткенне никам та чăпăри тесе ĕçтермест. Ытти ачасене çеç пăсса ярать вăл халĕ. Ан килтĕрин. Мĕн ăна питех айтаса пыма? Пурнăç тути-масине астивсе пăхтăр тата.

Вера Федоровна йывăр кăмăлпа киле таврăнчĕ. Ĕнер почта илсе килнĕ пысăк мар çырăва темиçе хутчен салата-салата вуларĕ, вара вăл сехет йĕпписем кăнтăрла иртсе тăваттă çинелле сулăничченех хăйĕн килти ĕç пÿлĕмĕнче лара-тăра пĕлмесĕр уткаларĕ.

«Мĕн тумалла ку хĕр ачапа? Мĕн пулчĕ ăна? Геннадий Васильевичпа та ытлашши чунсăрла хăтланмастпăр-ши? » — çавăн пек шухăшсем аптратрĕç ăна.

… Пÿрте каç сĕмĕ çапа пуçланăччĕ ĕнтĕ, такам алăка хытах мар шаккани илтĕнчĕ. Вера Федоровна хăпăл-хапăл халат тăхăнса ярса алăк патне утрĕ. Уçăлнă алăкран çенĕк хыçĕнче юр вĕçтерсе çил шăхăрни илтĕнчĕ. Пÿрте пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ çамрăк çын кĕрсе тăчĕ.

— Геннадий Васильевич! — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Вера Федоровна, çав вăхăтрах савăнса кайрĕ. — Здравствуй, здравствуй, Геннадий Васильевич! Эпĕ сире пачах кĕтме пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Ку пит аван-ха, питĕ аван. Ну, малалла иртĕр.

Вера Федоровна чĕрне вĕççĕн пусса çамрăка хăй хыççăн чĕнчĕ. Вĕсем пĕчĕк пÿлĕме тухрĕç. Ку пÿлĕмре ĕç сĕте-лĕпе кĕнеке шкапĕ, тенкелсемпе диван лараççĕ, урăх ытлашши япала ним те çук. Хĕрлĕ пуставпа витнĕ çавра сĕтел варрине маччаран электричество лампи усăнать.

Вера Федоровна пÿлĕме кĕрсен студента кăмăллăн алă пачĕ. Студент сăн-пичĕ хурлă сăпатлă, вăл темшĕн пуçне чикрĕ, чĕтресе илчĕ.

— Вера Федоровна, — терĕ Гена тытăнчăклăн те куççульпе, те сăмахсемпе чыхăнса, — эпĕ пĕтрĕм! Эпĕ… эпĕ ăна çапса ятăм!

Студент вăйранах чунне хытарса тăни сисĕнет. Анчах нервăсене темĕн чухлĕ кару тытма тăрăшсан та унăн куçĕ шывланчĕ. Инкек килсе çапсан хăвна ăнланакан пĕртенпĕр çын умĕнче ăшра мĕн капланса çитнине пытарса тăма вăйлă çын та хап çитереймест пулмалла. Генăн та, тен, Вера Федоровна ун çине амăшĕ пек ăшшăн пăхса илмин те — кăмăл çемçелсе каймастчĕ-тĕр.

— Геннадий Васильевич, мĕн эсир? — Вера Федоровна студент хулпуççийĕ çине аллине хучĕ те пĕр хушă ăна куçран пăхса тăчĕ.

— Лăпланăр, — терĕ вăл самантран. — Пĕтĕмпех пĕлетĕп. Лăпланăр.

Вера Федоровна алăк патне кайса ăна тачăрах хупрĕ те каялла таврăнчĕ.

— Ĕненместĕп эпĕ, — терĕ вăл ним ыйтмасăрах. — Çук, ĕненместĕп… Миçере эсир? — сасартăк ыйтрĕ вăл.

Студент пĕр вăхăт ним калама аптранă пек ларчĕ, хуллен пуçне çĕклерĕ.

— Ытла вĕри эсир, — терĕ Вера Федоровна студента хирĕç тенкел çине вырнаçса. — Макаренкăна сан çапах та тĕплĕ вуламалла, — каларĕ вăл малалла. — Пĕлетĕн-и, çынна ăнсăртран çапса янишĕн вăл хăй епле ÿкĕннине? Ăна ăнланас пулать. Пирĕн Митюк пеккисене те тÿрлетмелле, анчах апла мар — урăх меслетпе. Ăна, тирĕ хулăнланса ларнă пулсан, паллах, сăмах вăйне кĕртеймĕн. Халь ĕнтĕ вăл шкул ирĕкĕнчен тухнă. Анчах ăс-пуç, чĕлхе çивĕчлĕхĕ çитменнине чышкăпа çырлахтара пуçлани ку пирĕн вăйсăрлăх. Пирĕн ăна витерекен сăмах тупмаллах. Ăна юсама ансат мар. Эпир малашне хамăр шкултан чăн-чăн çĕнĕ самана çыннисем хатĕрлесе кăларса çеç вĕсемпе кĕрешме пултаратпăр. Вĕсен йышшисемпе кăмăллăн калаçакансем мĕн чухлĕ сахалтарах хатĕрлетпĕр — Митюксем те çавăн чухлĕ сахалланĕç. Тен, вĕсем те пирĕн урапа çине куçса ларĕç.

Студент çак учительница ятласа тăкнă пулсан, тен, хăйне ирĕкрех те туйнă пулĕччĕ-и, халĕ вăл темшĕн йĕп çинчи пек ларчĕ.

— Геннадий Васильевич, — терĕ Вера Федоровна самайран. — Сирĕн мĕн пулса иртнĕ вара директорпа иксĕр хушăрта? Шкулта тем те пĕр калаçнине ĕненеймерĕм эпĕ.

Гена хăйне директор хушшинче мĕнле калаçу пулнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Вера Федоровна чăтăмлăн итлесе ларчĕ.

— Эсир калани тĕрĕс те пулĕ, — терĕ учительница итлесе пĕтерсен. — Эпĕ хам та пĕрре мар шухăшланă кун пирки. Чан та, чипер лайăх вĕренекен ачасемех пăсăлса кая пуçларĕç. Ку вăл, пĕр енчен, вĕрентÿпе воспитани ĕçне хамăр сÿрĕклетни çинчен калать ĕнтĕ, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра пирĕн ку ĕçе уйрăммăнах тата пысăк тимлĕхпе туса пымалла, малтанхи шайра юлма çук. Акă пĕркун эпĕ Савельевпа калаçрăм. «Пирĕн ĕмĕрте, — тетĕп, — мĕнле чаплă çамрăксем пулнă: Олег, Шура, Зоя, Матросов… »

Савельев тăрать те мана çапла калать: «Олег вăхăтĕнче, Олег вырăнĕнче çуралнă пулсан — эпĕ те герой пулăттăм, Олег халь ман вăхăтра, ман вырăнта çуралас — вăл та ман пекех никам пĕлмен ятсăр çын пулатчĕ… » Ак пыр та калаç эс унпала!

Çав Савельев сăмахĕнче тĕрĕсси те пур, çав вăхăтрах — пирĕн айăп та. Вĕсем пурте пысăка ĕмĕтленеççĕ, паттăрсем, геройсем, паллă çынсем пуласшăн. Хамăр та çапла вĕрентетпĕр. Тĕрĕс, ĕмĕтленччĕр. Вĕсем пысăк ĕçре çеç паттăрлăх кăтартма пулать теççĕ. Çавăнпа аслă шкул çинчен ĕмĕтленеççĕ. Тĕрĕс, ĕмĕтленччĕр. Анчах пурте аслă шкула кĕме пултараймаççĕ-çке. Вăтам шкул хыççăн яла юлма хушатăн та çав пысăк ĕмĕтлĕ, паттăр пулма шутланă çынна — пуçланать хайхи трагеди!

Акă мĕн, эпир вĕсен ĕмĕчĕсене кунта шкулта ытла вĕрсе хăпартса яратпăр. Çав вĕрсе хăпартнă ĕмĕт пурнăçланмассине кураççĕ те ачасем — пуçлаççĕ нăйкăшма!

Кунта эпир ытларах айăплă. Эпир, чăн та, ачасене аслă шкула кайма çеç вĕрентетпĕр.

Ачасем хăйсем халь çакна урăхларах ăнланма пуçларĕç. Вĕсен кăмăл-шухăшĕ халь ак çакнашкал… Вĕренетĕн-и, çук-и — пурпĕр аслă шкула кĕрейместĕн… Пурпĕр ниçтах та каяймастăн. Мĕн хавхаланупа вĕренес çав вĕренĕве пурнăç тĕллсвĕнче (эпир вĕрсе хăпартнă тĕллевре) усă курма çук пулсан. Атя алă сулас. Пурнăç мĕнле усрать пире — çавăн пек пурăнас…

Ачасен унта та кунта «ĕмĕт татăлать». Вĕсен чăн-чăн ĕмĕчĕ мар, çав эпир вĕрсе хăпартнă ĕмĕт… Ачасем вара çакна чăн-чăн ĕмĕт татăлни вырăнне йышăнаççĕ. Кунта эпир айăплă. Ытла асла çеç вĕрентетпĕр: шкулĕ аслă, çынĕ аслă, юратăвĕ аслă, ĕçĕ аслă. Ку, чăн та, аван-ха, анчах ахаль çын çинчен, ахаль ĕç çинчен, ахаль сăпайлă юрату çинчен каламастпăр эпир. Пурнăçри паттăрлăх çавсенче иккенне вĕрентместпĕр. Эсĕ калани тĕрĕс… Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн производствăна кайма халĕ ачасем психологи енчен пачах хатĕр мар, çавăнпа трагедилле йышăнаççĕ те вĕсем пурнăçа — пурнăçĕ хăйсем малтан мĕнле ăнланни-ĕмĕтленнинчен кăшт пăрăнсанах. Пирĕн умри чи пысăк задача вăл халь — ачасене вăтам шкул хыççăн производствăна кайма психологи енĕпе «духовнă» хатĕрлесе çитересси. Шкул программине çĕнĕлле пăхса тухса улăштармалла…

Çапла… Ну, юрĕ, кун пирки пирĕн пĕтĕм шкул йышĕпе канашласа пăхас пулать, пĕтĕм шкул йышĕпе кăна та мар, ку вăл патшалăх ыйтăвĕ. Халĕ пирĕн, Геннадий Васильевич, урăххи çинчен шухăшламалла. Хĕр ача шăпи çинчен…

… Каç пулмасăрах, çил-тăмана пула, пÿлĕм тĕксĕмленсе килнĕрен Вера Федоровна включателе пусрĕ те, пÿлĕм çуталса кайрĕ. Хĕрлĕрех тĕслĕ электричество çутинче студентăн сăн-пичĕ айăпа кĕнĕ пĕчĕк ача сăнĕ пек курăнчĕ. Вăл хăйне кунта, чăн та, айăплă туйрĕ.

Вера Федоровна ассăн сывласа ячĕ те пĕр хушă чĕнтĕрлĕ пысăк чÿрече çинелле пăхса ларчĕ. Унăн куçĕ чÿрече çине мар, таçта шалалла, ăс-тăнра вĕлтлетсе илнĕ пĕр-пĕр шухăш еннелле, кайрĕ пулас.

— Паян шкула пынă-и вăл? — ыйтрĕ учительница сасартăк, унтан хăвăрт кĕнеке шкапĕ патне утрĕ. — Пыман, — терĕ вăл хăех. — Эсĕ те темиçе кун кураймарăн тет-и?

Вера Федоровна шкапран ÿкерчĕкле конверт илсе Гена умне пычĕ.

— Çап-çамрăк хĕр ача, çав тери пуян шухăш-туйăмлăскер… Геннадий Васильевич, пĕлетĕр-и, мĕн пулса иртет халь çав хĕр ача чĕринче? Мĕнле-ши халь ун кăмăл сĕ-релти?

Вера Федоровна аллинчи çырăвне студента кăтартрĕ.

— Акă эп унăн малтанхи класс пуçлăхĕнчен хам çырнă çыру пирки хыпар илтĕм, — терĕ вăл. — Эс çакна вула.

«Вăл çав тери мăн кăмăллă, мăн ĕмĕтлĕ хĕр ача, — вуларĕ Гена çырăвăн хĕрлĕ кăранташпа туртнă тĕлти йĕркисене. — Пули-пулми кÿрентерни, ятлăн и хĕр ачана пăсса ярать çеç. Кÿрентерсен вăл хăйне хăй тем те туса хурĕ… »

Вера Федоровна Гена аллинчи çырăва илчĕ те сĕтел çине кайса хучĕ, унтан чарăнса тăмасăрах алăк патнелле утрĕ, пăтаран Генăн пальтине вĕçертсе илчĕ, çавăн пекех хăвăрт каялла илсе ăна икĕ алăпа саркаласа тытрĕ те Гена умĕнче чарăнчĕ.

— Тăхăнăр! — терĕ вăл хыттăнах. — Тăхăнăр та пĕр самант çухатмасăр, ниçталла пăрăнмасăр Голубева патне вĕçтерĕр. Ăнлантăр-и?

— Ăнлантăм.

— Шкулти шăв-шав пирки ан пăшăрханăр. Эпĕ унпа хам калаçса пăхăп.

… Студент хыççăн алăк шалтлатса юлсан тепĕр пÿлĕмрен пĕчĕк ача макăрни илтĕнчĕ. Вера Федоровна ăна илтмен пекех васкаса сĕтел патне пычĕ те телефон трубки тытрĕ.

— Шкул! — илтĕнчĕ пÿлĕмре унăн темĕнле шанăç паракан сасси.

Вун саккăрмĕш сыпăк

Гена райцентртан тухса Вера Федоровнăсен ялнелле утнă чухне Вальăсен килĕнче акă мĕн пулса иртрĕ…

… Тамара кăнтăрлаччен чăлантан пĕр сас-чĕв те памарĕ. Кăнтăрла иртнĕ тĕле вăл сасартăк кăшкăрса ярса чăлантан сиксе тухрĕ. Çÿçĕ унăн сапаланнă, тăмаланнă, куçĕ ялкăшса çунать.

Валя ăна курсан хăраса каялла чакса тăчĕ.

— Мĕн пулнă сана? — терĕ вăл сехри хăпнипе аранаран.

Чăн та, мĕн пулчĕ-ха капла? Мĕнрен хăрать-ха Тамара çавнашкалах? Тĕлĕкрен-и? Çапла, вăл тин çеç хăрушă-хăрушă тĕлĕк курчĕ.

… Ку тĕлĕкре çын та, чĕр чун та — никам та çук. Тĕлĕкĕ пачах сăнарсăрскер, хăй хăрушлăх. Анчах ăна ниепле те манма çук. Çак тĕлĕке Тамара виçĕм çул ярмăрккăран таврăннă хыççăн пĕрре тĕлленнĕччĕ. Ун чухне те çакăн пекех хăрушăччĕ… Тамара çакна çеç астăвать. Çуллаччĕ, Тамара пÿртре пĕчченех сивĕ кăмака çинче выртатчĕ. (Темĕнле майпа çулла кăмака çине хăпарнă вара. ) Кĕтÿ яла кĕменччĕ-ха. Тамара çывăрнă пулмалла, те ăна кăтăш çеç пуснă. Куç умĕнче темĕнле пĕчĕк япала, ним кÿлепесĕрскер, çивĕчскер, чуна ыраттараканскер, ылмашăнса-улшăнса ÿсет, темĕнле тĕрĕс калăп, хăмпă пек кÿмеркке илме хăтланса хăпарать, анчах хăпараймасть, кирек те мĕне пĕлтерекен япала пулаймасăрах пĕтсе ларать, хăмпăланма тытăнать те çухалать. Çав пĕтсе ларнă вăхăтра чунра калама çук хăрушă пулса каять. Çав пĕчĕк япала хăпарайманшăн хăрушă. Куншăн Тамара айăплă пек. Тамара хăйне хушнă ĕçе туманнипе-и е урăх сăлтавпа — амăшĕ вилсе кайнă пек…

Тамара ун чухне те паянхи пекех, сивĕ тара ÿксе, хăрушшăн кăшкăрса ярса сиксе тăчĕ те амăшĕ патне ыткăнчĕ. «Анне!» — çухăрса ячĕ вăл. — Хăрушă мана!» Амăшĕ те хăраса ÿкрĕ: «Уй-уй, — терĕ вăл ачана хăй çумне чăмăртаса, — мĕн пулчĕ? Мĕн пулчĕ?.. »

Тамара пĕр сăмах та çавăрса калаймарĕ. Пĕр уйăха яхăн ун чухне Тамара çав хăрушлăх тыткăнĕнчен хăтăлаймарĕ. Вăл çывăрма та, тÿшек-минтертен те хăрарĕ, каçсерен асăха-асăха сиксе тăракан пулчĕ. Кайран чылайран та çав тĕлĕк тепре курăнасран, çав тĕлĕк аса килесрен сехĕрленчĕ. Ăна тепре курас мар тесе тем тума та хатĕрччĕ… Виççĕр» Тамарăна та, тен, çĕр çурринче вăрмана тухса кайма, куçа-куçăн юмахри аçтахапа тăма кун чухлĕ хăрушă марччĕ ĕнтĕ. Кун пек хăрушлăх, тен, пурнăçра çук та. Ку, тен, ача ăс-хакăлĕ тĕлĕкре вышкайсăр ÿстерсе янă хăрушлăх, çĕр çинче пачах тĕл пулманскер, пулнă?

Тен, Тамара ун чухне ăсран туха пуçланă. Çавăн палли пулнă-тăр вăл. Тен, чирленĕ?

Тамара çав хăрушă тĕлĕке акă халĕ паян тепре курчĕ. Çавăнпа кăшкăрса вăранса кайрĕ вăл.

Тамара çавна аса илнĕ май халь хăй, чăн та, сывă маррине туйрĕ. Пуç та ыратать, шăм-шак çÿçентерет, çав вăхăтрах хул-çурăм такам чăмласа тăкнă пек сурать, пĕтĕм кĕлеткере ĕшенÿ, халсăрлăх, ирĕксĕрлĕх сисĕнет.

Çапла выртнă май Тамарăна каллех урăм-сурăм кăтăш пусрĕ. Хальхинче вăл чăнлă-ыйхăллă витĕр çуллахи яла курчĕ. Кăнтăрла… Апла пулин те хĕвел тĕттĕмленсе чухнехи пек тĕттĕм. Таçтан вăрман хĕрринчен пир çапнă пек сасăсем илтĕнеççĕ: «Тăпăр-тăпăр-тăп! Тăпăр-тăпăр-тăп! »

… Тамара йынăшса ячĕ те сиксе тăчĕ, анчах самантрах тăна кĕчĕ: «Валя каллех хăраса ÿксен? » Тамара уйăх çапнă çын пек йăпшăнса пуçне чăлантан кăларчĕ те саланса кайнă куçпа Валя çине пăхрĕ.

Валя, тумланса тăнăскер, сехре хăпнипе пулас, шиклĕн чăлан енне пăхать, Тамара пуçне курсан вăл каллех шарт сикрĕ те тĕпелелле тарма тăчĕ.

— Валя, — терĕ Тамара шăппăн, — эпĕ мунча кĕме каятăп.

«Эсĕ ĕнерех каясшăнччĕ-çке», — тесшĕнччĕ пулас Валя, анчах, сехĕрленсе кăвакарсах кайнăскер, ним калама аптрарĕ.

— Эсĕ йÿçĕтнĕ пан улми çитермерĕн-çке мана, — терĕ Тамара каллех.

— Ĕнертенпех вăл пăлтăрта ларать.

— Пăлтăрта? Ма каламастăн эппин? Эпĕ ĕнертенпех пан улми кĕтсе выртатăп. Мунча кĕме те çавăнпа каяймарăм.

«Ăс вĕçнĕ! » — вĕлтлетрĕ Валя пуçĕнче.

Тамара каллех чăлана кĕчĕ, уринчи чăлхине хывса çараллах пушмак тăхăнчĕ, кофтине хыврĕ те хăйĕн çÿхе пальтине тăхăнчĕ, çĕрçĕн тутăрне çыхрĕ.

— Пан улми ăçта? — илтĕнчĕ самантран ун калама çук пусăрăннă сасси.

— Эсĕ çиесшĕн-и-мĕн?

— Çук, çук, çук! — каласа пĕтерме памарĕ Тамара. — Эпĕ мунчара ăшăтса çиетĕп.

Тепĕр самантран Тамара урама тухрĕ.

Тулта сивĕ çатăр! тытать. Рăйцентрти «Парикмахерски» тесе çырса çапнă çурт тĕлне çитнĕ çĕре Тамарăн шăлĕсем хире-хирĕç шаккама та тытăнчĕç. Кунта хĕр ача кăшт тытăнса тăчĕ. Унăн сăн-питĕнче пăшăрханни мар, тĕлĕнни палăрчĕ, вăл темшĕн йăл кулăпа çиçсе илчĕ.

Шалта ахаль çынсенчен никам та пулмарĕ. Ĕç халачĕ тăхăннă пĕр хĕрарăм çеç такамăн хĕрлĕ пăру çăмĕ пек çÿçне шăпăрпа алăк патнелле шăлать. Хĕрарăм сăмах чĕнмесĕрех пысăк тĕкĕр умĕнчи хыçлă тенкел еннелле пуçпа сулса кăтартрĕ.

— Сана мĕн? Кăтралатмалла-и? — илтĕнчĕ самантран унăн аçатуккан пек хулăн сасси. Унăн хускатса янă машин евĕр выляса тăракан пÿрнисем хушшинче хачă касма пуçличченех вĕçĕмсĕр чăкăлтаттарчĕ. Унăн ыйтăвĕ темшĕн чуна вĕчĕрхентерсе, тарăхтарса ячĕ.

— Шакла! — терĕ хĕр ача çилĕллĕн.

Хĕрарăм улшу илтрĕм терĕ пулас.

— Мĕнле?

— Шакла!

— Шакла кирлĕ пулсан — шакла! Мĕн кăшкăрмалли пур уншăн? Шакла та пĕлетпĕр.

… Тамара шăлне çыртса, куçне хупса ларчĕ. Хачă малтан çÿлелле хăпарма хăймасăр ĕнсе хыçĕпе, хăлха тавра, тăнлавсемпе çÿрерĕ, кайран тин сивĕ тимĕр пуç тÿпи урлă ерипе шуса каçрĕ, унтан çине-çинех хăпарчĕ, тăнлавсене те шăнтрĕ, вĕçĕмсĕр чакăлтатрĕ. Урайне, чĕрçи çине ункăллăн-ункăллăн явăнса ука пек çÿç юхрĕ.

Самантран Тамара ерипе те мăн кăмăллăн, аллисене теветлĕн сулласа мунчана утрĕ, Мунча маччинчен калама çук шултра тумламсем çакăнса тăраççĕ. Кун пек тумламсене Тамара халиччен нихçан та курман. Вĕсем çара пуç çине татăлса ансан кăвар ÿкнĕнех вĕтелентерсе пĕçертсе илет, анчах Тамарăна вĕсем пачах ыраттармарĕç — тĕлĕнмелле — темшĕн чун хĕпĕртерĕ те… Сăмсана çурса каякан типĕ вĕри пăс та, мунча чул шăршиллĕскер, темшĕн савăнтарчĕ.

Тамара юлашки хут вăйлăн тарласа сивĕ-сивĕ шыв хăй тăрăххăн ячĕ те — тухрĕ. Вăл типшĕнмесĕрех тумланчĕ. Çара ура çине пушмак тăхăнчĕ. Ăшăнса сарăлнă çара ура пушмака тăвăррăн кĕчĕ, вĕри шывра нумай тытнипе картлăн-картлăн пĕрĕнсе ыратакан пулса ларнă пÿрнесем пушмак тынассене аран-аран йăлмакларĕç.

… Цемент урай та, чул картлашка та пушмак тĕпĕ айĕнче темĕнле чуна хайăрттарса кăштăртатрĕ. Ун çине йăшнă мунча чулĕ е акшар хăйăрĕ тăкăннă пулас. Кун пек чуна хăйăрттаракан сасă тепĕр чух тутăхнă витрене, питлĕхе е кантăка тăпраллă типĕ ал чĕрнипе асăрхамасăр чĕртерсе илсен пулать. Ун чухне чуна темĕнле сивĕ чĕрне тăрăх хăпарса çÿçентерсе илет.

… Çакăн хыççăнах Тамара чĕрине тепĕр аван мар туйăм, ĕнер Валя çине пăхса илнĕ чухнехи пек йĕклĕскер, çавăрса илчĕ. Анчах паян вăл çынран мар, пуринчен ытла хăйĕнчен хăй йĕклĕнчĕ.

… Тамара кĕсьерен пан улми кăларчĕ, ăна, шăннăскерне, качăртаттарса çие пуçларĕ. Шăлсене сивĕ тиврĕ. Вăл тата икĕ пан улми çисе ячĕ. Кайран шăл тунисем шанса кайрĕç. Сивĕ çил пальто аркине туласа пĕтĕм кĕлеткене çатăрласа тытрĕ. Шăлсем темĕнле тытса чарма хăтлансан та тĕлме-тĕл лекмерĕç, чĕркуççи чĕтрерĕ. Ура тунине сивĕ чĕпĕтрĕ, çурăм çине шуса хăпарчĕ, кайран ăшран тем касса шăнта пуçларĕ.

Тамара çулпа утрĕ. Ăна хыçалтан пĕр трактор çеç хăваласа çитсе иртсе кайрĕ. Тракторĕ пуçри пĕтĕм шухăша пăтратса, пуç мимипе кисретсе кĕрлерĕ.

Тамарăна хирĕç çулпа икĕ çын тухрĕ. Пĕри çунашка туртнă, тепри — пуш алăпах. Тамара урăх çул çине пăрăнас мар-и тесе пĕр самант шухăша кайса чарăнчĕ те мĕнпур нервисене хытарса хăюллăн хирĕç кайрĕ. «Кирек кам пултăр!.. Анне пулсан та — çавах».

Хирĕç килекен çынсемпе танлашсан Тамарăн ирĕксĕрех куçĕсем кулса илчĕç. Каллех Вова-и? Чăнах çавă! Ама çури амăшĕ ăна кĕпе çума çырмана илсе каять иккен. Хăй вара, уксахскер, танлăн уксахласа, каçăрăлса пуш алăпах хыçалтан пырать. Каччă хĕр ача тĕлĕнчен яланхи пекех ун çине пач куç уçса пăхмасăр васкаса иртрĕ, çав вăхăтрах хĕрелсе кайрĕ, ахăртнех, хăй хĕрарăм ĕçне тунă пирки хĕр умĕнче именчĕ-ши. Ама çури вара чарăнсах Тамарăпа калаçа пуçларĕ:

— Кур, — терĕ вăл Вова çине пуçĕпе сулса кăтартса, — лаши епле чăхăмламан… Ĕнер табак туртнă çав… Пахчана тухрăм та — пăхатăп…

Тамара тарăхса кайрĕ, варт пăрăнчĕ те малалла утрĕ.

Вăйлă çил таçтан шкул енчи сăрт çинчен вĕрет. Унталла пуçа пăрсанах куçран куççуль вĕртерсе кăларать. Тамара чĕтрекен аллисемпе Вальăсен вырăсла хапхине уçрĕ. Пÿрте кĕрсенех пуç ыратса килчĕ, хĕсрĕ. Вар хытрĕ, ăш тулса килчĕ. Кĕлетке вара тытамак тытнă пек силлекен чĕтреве ерчĕ.

… Вăл чăлана кĕрсен тÿрех хăйĕн вырăнĕ çине тăсăлса анчĕ, Валя тем каланине те илтмерĕ.

Тепĕр пĕр-ик сехетрен Валя чăланта Тамарăн çамкине тытса пăхрĕ те — хĕр ачан çамки вут пек пĕçернине асăрхарĕ, вара кÿрше тухса чупрĕ.

Кайран Тамара хăйне такамсем хупăрласа илнине сисрĕ, калаçкаланине илтрĕ… Амăшĕпе йăмăкĕн сасси те пурччĕ. Унтан ăна таçта çĕклесе кайрĕç. Вара йăлтах пăтрашăнса пĕтрĕ. Тĕлĕклĕ-мĕнлĕ витĕр такам кĕчĕ, такам такама вăрçрĕ. Геннадий Васильевич сасси те илтĕннĕ пек туйăнчĕ. Анчах Тамара амăшĕ ăна темшĕн вăрçать, турчкапа хăвалать.

Вун тăххăрмĕш сыпăк

Каç пулса килет. Куç-пуç курми çил-тăман ахăрать. Пилĕк-ултă утăмри те ним курăнмасть. Пĕр çын чĕркуççи таран юр ашса уй хапхинчен тухрĕ те çывăхри ял еннелле чупрĕ.

Çынни пĕтĕмпех юр айне пулнипе аякран шур упа пек курăнать. Çывăхран пăхас пулсан — çине вăл чĕркуççи те витеймен пиншак, урине çăматă, пуçне хăлхаллă çĕлĕк тăхăннă. Çĕлĕк çамки те, çăматти те пăрланса ларнă.

Çын урлă хÿнĕ юр кĕрчĕсем çине çăмăллăн касса кĕрет. Çакăнтан ĕнтĕ вăл çамрăк та вăйлине чухлама пулать.

Ун тавра, çуллахи шăрăх кун тарлă ута сырăннă пăвансем пек, шултра юр пĕрчисем явăнаççĕ, вĕсем сăхаççĕ, ыраттараççĕ… Çамрăк çын раштав сиввине те уямасть: вăл çĕлĕк хăлхине те антарман, хăй çавах чăм тара ÿкнĕ. «Часрах… часрах!.. » — пăшăлтатать вăл.

Çын васкать, чупать. Хирĕç вĕрекен çил сывлама памасăр антăхтарса ярать.

Çамрăк çын кĕçех яла пырса кĕчĕ. Хирĕç пулакансем ăна тĕлĕнсе пăха-пăха ăсатрĕç.

Ялта хăйă çутисем те мĕлтлеткелеççĕ.

Çамрăк çын турпас витнĕ пÿрт тĕлне çитрĕ те ăшне путнă вĕрлĕк алăка тĕртрĕ, кил хушшине хирĕнсе кĕчĕ, çенĕк пусми çине чупса хăпарчĕ, унтан вăл, йăваласа тунă кĕлетке майлах юрлан са пĕтнĕскер, çапă шăпăрпа урине шăлкаларĕ, тумтирне силлерĕ. Пăрçаланнă пăр пĕрчисем шакăрча пек шăкăртатса илчĕç. Çамрăк çын шăпăра пăрахса алăк хăлăпĕнчен ярса тытрĕ.

Ăшă пÿртре виç-тăват хĕрарăм виле çинчи пек шăпăрт тăраççĕ. Ахлатса та хашлатса сывлаççĕ. Алăк патĕнчи вырăн çинче симĕс çăм утиялпа кăкăр таран витĕнсе пĕр ача — те арçын ача, те хĕр ача — выртать. Куçĕ унăн кăвак, куç харши çинçен авăнса тăрать. Тăсăкрах пичĕ шуранка. Уçă мар кăкăрĕ йывăррăн та тытăнчăклăн çĕкленсе анать. Хушшăн-хушшăн вăл пĕтĕм кĕлеткипе туртăнса ÿсĕрет, ÿсĕрнĕ чухне унăн пуçĕ минтер çинче сиккелесе илет те… ку вăл пĕр вун пилĕк- вун ултă çулсенчи хĕр ача пулни палăрать, анчах шакла кастарнă çÿçĕ ниепле те «хĕр ача» тени çумне çыпăçмасть. Хĕр ача пуçĕ вĕçĕнче ларакан пĕр алă çулсенчи типшĕм хĕрарăм шăппăн ĕсĕклесе илет.

Çамрăк çын кĕрсен хĕрарăм йĕме чарăнчĕ. Пÿртре тата шăпрах пулса тăчĕ. Çамрăк çын çĕлĕкне хыврĕ те выртакан хĕр ача çине куç ывăтрĕ, хальхинче вăл пĕр çирĕм ик-çирĕм виç çулсенчи каччă пулни курăнчĕ.

Вăл пÿрте кĕрсен тепĕр минутран тин сывлăх сунчĕ. Ăна хирĕç никам та çăвар уçмарĕ. Çамрăк çын вара ик-виç утăм мала ярса пусрĕ те хĕр ача койки умĕнче чарăнчĕ.

Сасартăк пурте калаçа пуçларĕç.

— Акă вăл килчĕ!

— Акă вăл!

Койка пуçĕнчи хĕрарăм çамрăк çынна чарăлнă куçĕпе шăтарас пек пăхса ерипе ура çине тăчĕ. Пĕр хушă вăл çапла пăхнипех хытса тăчĕ, унтан, тем аса илнĕ пек, тĕпелелле вирхĕнчĕ. Тĕпелтен вăл турчка йăтса тухрĕ. Хĕрарăм турчкине икĕ аллипе çатăрласа тытрĕ те çамрăк çын çине сулса ячĕ. Çамрăк çын ăна хăрах аллипе хăвăрт тытса ĕлкĕрчĕ.

— Кай тухса!.. Кай! — кăшкăрса ячĕ хĕрарăм. — Пуçна çапса çуратăп!

Çамрăк çын турчкана аллинчен ерипе вĕçертрĕ.

— Кала, мĕн турăр ман ачана?! Кала! — тилĕрсе кайрĕ хĕрарăм. Турчкине вăл пĕрехмай çамрăк çын умĕнче силлерĕ, сасси унăн хаярланнăçемĕн хаярланса пычĕ.

Хĕрарăм, тен, татах та кăшкăратчĕ-и, анчах вырăн çинчи хĕр ача тип ÿслĕкпе чыхăнса ÿсĕрме тытăнчĕ. Çак шăв-шав ăна питĕ асаплантарни сисĕнчĕ. Çакна кура хĕрарăм шăпланчĕ те çиллине шăнарса, куçĕпе хăй çав-çавах çамрăк çынна çисе, ÿпкелешсе макăра пуçларĕ:

— Ма ятăм-ши пĕрех хут шкулне! Хăйĕн пуçпе çиме вĕрентеççĕ ав унта…

Çамрăк çын тем калама хатĕрленсе паçăрхи пекех ним хускалмасăр малтан хĕрарăм çине, унтан хĕр ача çине пăхса тăчĕ.

Тÿшек çинчи хĕр ача ăшĕ капланса тухас пек ÿсĕре пуçларĕ.

Çамрăк çын хăйне кунта никам та иртсе ларма сĕнес çуккине кура хăех малалла сĕтел умне иртсе ларчĕ, кĕсьерен сăмса тутри кăларса унпа тарласа кайнă çамкине шăлса илчĕ; çакăн хыççăн вăл, хăйне мĕн-мĕн каласа вăрçнине пурне те чăтма е хăйĕнпе кипек мĕн тăвас пулсан та йăлтах тÿсме

хатĕр çын пек, пăхăнуллăн кил хуçи еннелле çаврăнчĕ, кил хуçи макăрма чарăнасса кĕтрĕ, анчах куна кĕтсе илеймен­нипе асăрханса сăмах хушрĕ:

— Тархасшăн, лăпланăр, инке, — терĕ вăл хуллен. Пÿртри çынсем (кил хуçисĕр пуçне тепĕр икĕ хĕрарăмпа хĕр упраç) ун çинелле пăхрĕç, вăл мĕн калассине кăсăкланса чунтанах итлеме хатĕрленчĕç. Кил хуçи те, чĕтрене-чĕтрене хÿхле- кенскер, чĕтреме чарăнса ерипе çамрăк çын еннелле çав­рăнчĕ. Хăй çаврăннăçемĕн унăн куçĕ те чарăлса, сăнĕ те тискерленсе пычĕ.

— Эс… тухса кайман-и-ха халь те?! — чышкине чăмăрласа тытрĕ вăл. Çак вăхăтра пĕр хĕрарăмĕ ăна чавсаран тĕртрĕ.

— Итлесе пăхсам ĕнтĕ — мĕн калать.

Кил хуçи сăн-пуçне тискерлетсе пăрахнипех пĕр вырăнта хытса тăчĕ.

— Эсир шкула, мана вăрçатăр, — терĕ çамрăк çын. — Эпĕ хам шкул çынни, учитель пулма хатĕрленекен пулнăран айăплă ĕнтĕ… Анчах кунта шкул çеç айăплă-ши? Кил-йыш айăпĕ пачах çук тетĕр-и? Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сирĕн кил-йышра вĕрентÿ енĕ тахçантанпах тĕрĕс мар йĕркеленсе кайнă… Кирлĕ-кирлĕ маршăнах ятласси, ним сăлтавсăрах тенĕ пек вăрçса е çапкаласа илесси, йăпатас чух кÿрентересси — сирĕн йăлана кĕнĕ йĕркесем. Сирĕн хĕрĕр тăван килтех ют ача пек ÿснĕ…

— Эсĕ, эсĕ… мана тăван килтех ятласа хăртса хăварасшăн-и? Ĕнтĕ халь эпĕ айăплă. Пăхса ÿстерсе кур-ха эсĕ пĕччен пуçăн пÿрт тулли ача-пăча!.. «Шкул! Шкул! » — тетĕр. Шкул мĕнпе пулăшнă мана?.. Мĕн ыррине вĕрентрĕр эсир ăна унта? Çÿç кăтралатма-и? Клуба чупма? Каччăсемпе явăçма? Амăш ирĕкĕнчен тухма? Е хăйĕн пуçне çиме вĕрентрĕр-и?..

Çамрăк çын куç харшине те систермерĕ.

— Ана никам та апла вĕрентмен, — терĕ вăл лăпкăн. — Шкул та айăплă пулĕ, ыттисем те… Сывă кăмăллă, ăслă- тăнлă, йĕркеллĕ çамрăк ăрăва пăхса ÿстересси пирĕн — шкулăн, кил-йышăн, ял-йышăн — пĕрле тумалли ĕç. Кунта пĕрне-пĕри турчкапа хăвалани ним усă та памасть. Эпир килĕштерсе ĕçлеймерĕмĕр… Анчах халĕ кая мар-ха. Чи хăрушши çапах та пулман. Ытлашши нимех те пулман… Малашне килĕштерсе ĕçлесен йăнăша тÿрлетме пултаратпăр.

Çамрăк çын, калама чарăнса, каллех пÿртри хĕрарăмсем çине куç ывăтрĕ. Лешсем те унăн хăюлăхĕнчен тĕлĕнсе, те ун чăрсăр сăмахĕпе килĕшмесĕр, кĕç-вĕç тытăçса ÿкме хатĕрленнĕн, шăтарас пек пăхса тăчĕç.

Çирĕммĕш сыпăк

Учительсен пÿлĕмĕнче ирхи шăв-шав. Пурте ĕçлĕ: хыпаланаççĕ, калаçаççĕ, ыйтаççĕ. Пĕри кĕнеке-журнал йăтса класа тухса каять, тепри кĕпçелесе тытнă хутне салатса пăхать. Студент практикантсем урок конспекчĕсене тĕрĕслеттереççĕ, ыттисем кĕнеке çине пуçне чикнĕ.

Пĕр Генăн çеç нимĕнле ĕç те çук тейĕн. Пĕр вăл çеç кĕтесри тенкел çинче ним тумасăрах ларать.

Ăна, пуçне шурă тутăр татăкĕпе çыхнăскер не, никам та асăрхамарĕ. Юлташсенчен те никам «Пуçна мĕн турăн? » е «Мĕн тăлăххăн ларатăн? » тесе те сăмах хушмарĕ кăна мар, пурте унран пăрăнарах тăни, куçĕсене тартни сисĕнчĕ. Коршунова чухлĕ Коршунова та Гена ун çумĕнчи тенкел çине ларсан тÿрех урăх вырăна тăрса кайрĕ. Литература методикине вĕрентекен Эмма Давыдовна, институтран практикантсен ĕçĕпе паллашма килнĕскер, ытти студентсен конспекчĕсене ыйтса илсех тĕрĕслерĕ пулсан — Генăран вара, унăн халĕ урок памаллине пăхмасăрах, план та ыйтмарĕ. Кам вăл, мĕн тума килсе ларнă вăл кунта, пур-и ун ĕçĕ, çук-и?

Санран никам ним ыйтакан, сана усал çунмасăр ятлакан çук пулсан ку татах та йывăр иккен çĕр çинче! Уроксем умĕнхи çав вун пилĕк-çирĕм минут Генăшăн ĕмĕр тăршшĕн туйăнчĕ. Методист та шкулта çук паян. Вăл, юмарт чĕл- хеллĕскер, Генăна кирек те мĕншĕн хăтăрса илетчех пулĕ, ку авантарахчĕ те-и. Хăвăн таврашăнтисене ним чухлĕ те кирлĕ маррине туйса вĕсемпе хутшăнассинчен, çитменнине, юлташсем хушшинче çапла хисепсĕр ларассинчен йывăрри мĕн пур-ши тата?

Гена малтанхи урока ларма пĕр пилĕк минут юлсан Эмма Давыдовна умне пычĕ те хăйĕн урок планне пăхса тухма сĕнчĕ.

— Урок конспекчĕ ăçта? — ыйтрĕ Эмма Давыдовна тÿрех, унтан Гена тепĕр тетрадь тăсса парсан пит-куçне пĕркеле- рĕ. — Учительница алă пуснă-и?

— Пуснă.

— Эпĕ пусмастăп, — Эмма Давыдовна Генăн урок конспектне сĕтел çине хучĕ, вара кăшт тăхтарĕ те студентăн шурă татăкпа çыхнă пуçĕ çине тĕллерĕ. — Çакăн пек пит- куçпа ачасен куçĕ умне курăннă пултăр сана! Пит пиççи!..

… Гена учительсен пÿлĕмĕнче пĕчченех ларса юлчĕ. Иккĕмĕш урока кайнă чухне çеç Феня, пур ăçтиçукшăн та Генăна чăрмантараканскер (юлташĕсен сăмахĕ тăрăх. Генăна вăрттăн саваканскер), йăпăртлăха ун çумне пырса ларса хăлхаран çапла пăшăлтатса хăварчĕ:

— Эс, леш кашкăр юмаххинчи пек, улăм ури çунса шатăртатнăçемĕн шаларах кĕретĕн иккен…

Аслă переменăра учительсен пÿлĕмне йăлтах сăнтан ÿкнĕ директор вашт кĕрсе тăчĕ. Вăл сĕтел умне иртрĕ те сылтăм аллипе Генăна тĕллерĕ, пуçне Эмма Давыдовна енне пăрчĕ.

— Ку сирĕн студентăр-и? — ыйтрĕ вăл пат татса.

Директор хăрах аллине Гена çине тĕлленипех хурав кĕт­се тăчĕ.

— Пирĕн-çке.

— Эмма Давыдовна, — терĕ директор малтанхи пекех хытса тăнă май. — Илсе кайăр ăна эсир хальтерех пирĕн шкултан! Эп ăна кунта урăх пĕр сехет те тÿсме пултараймастăп!

Эмма Давыдовна, хыткан та шуранка хĕрарăм, хăй тем айăпа кĕнĕ пек пулса кайрĕ.

Пÿлĕмре пĕр вăхăт сарăмсăр кĕххĕмлетсе илме те хăймарĕç. Гена çине вара хăшĕсем тĕлĕнсе, теприсем хута кĕнĕн те кăшт хĕрхенсе, виççĕмĕшĕсем тахçанах çапла кирлĕ тенĕ евĕр çĕнтерÿллĕн пăхса тăчĕç.

Генăн пит-куçĕ çеç айăпсăррăн туртăнса илчĕ. Хура куç харшисем йывăррăн çĕкленсе анчĕç, сăмса çунаттисем хускалчĕç. Вăрăм куç тĕкĕсем айĕпе икĕ хура куç кăтăрса кайнă директор çине мăчлатмасăр пăхрĕ.

Директор пÿлĕмре каллĕ-маллĕ уткаласа эпир пурте пĕ­лекен япаласене хăйне май ăнлантарса калама тытăнчĕ (пÿлĕмрисем ăна уткалама ирĕк пултăр тесе пăрăна-пăрăна тăчĕç е стена çумĕнчи тенкелсем çине ларса вырăн пачĕç):

— Ачан хальлĕхе ăна тивĕç мар туйăмĕсем, ытла ир ирĕксĕрлесе вăратнăскерсем, унăн пуçĕнчи вĕренÿ шухăшне йăлтах пĕтерсе хураççĕ. Унăн халь çавăн пек вăхăт. Халь вăл çилеке пек: çил ăçтан — унталла. Мăннисене курать те — унăн та çавна туса пăхас килет. Лешĕ çине тăраканскер те мăйракаллă мар пулсан — кăмăл туртăмĕ çук çĕртенех каять унпа! Хирĕçлеме те хăяймасть! Сирĕн студентăр ухмах мар: пĕлет хăш шывра мĕн пулли кĕнине. Хĕр ачан вăхăтлăх йăнăшĕсемпе усă курать. Ун пек çын çинчен чун кĕриччен ăс кĕнĕ теççĕ. Эпĕ куна малтан юсама пулать пулĕ тенĕччĕ, çавăнпа калаçса пăхма шутларăм та — анчах унпа йĕркеллĕ калаçма та çук. Вăл шкул тытăмĕсем, программисем, теми­сем çине кĕрсе кайрĕ. Хĕр ачана вăл ку тапхăрччен ĕнтĕ ахрат çырминех илсе çитернĕ…

Директор, кам та пулин çăвар уçса хута кĕрессе кĕтнĕ пек, кăшт тăхтаса тăчĕ те пурте шапăрт ларнине курса хăйĕн шухăшне нимпе çыхăнтармасăрах тăсрĕ:

— Туйăмсем вĕсем хамăртан килмен, алăра тытма çук япала мар, — терĕ вăл малалла, — хăйсене хăйсем ирĕке

янă, хăйсемпе кĕрешме чун вăйĕ çитереймен хевтесĕр, мехелсĕр çынсем çеç «юрату пек туйăмсем хамăртан килмен асамлă япала» текен «теори» маччаран туртса кăларса хăйсен чун вăйсăрлăхне хÿтĕлеме пăхаççĕ. Хамăн нервăсене пушă ярсан, кирлех пулсан, эпĕ те хĕрĕх пиллĕкре çичĕ хут юратса пăрахса çичĕ хут кил-йышран уйрăлма пултаратăп. Анчах эпĕ апла тумастăп, мĕншĕн тесен ман чун вăйĕ пур-ха хама аллăмра тытмалăх, ăс-тăн пур-ха кил-йыш чысăмне упра­малăх. Геннадий Васильевичăн тăна кĕме вăхăт. Халь ĕнтĕ вун пиллĕкри ача мар. Вун пиллĕкри ачана çеç хăйĕн туйăм- туртăмĕсене çĕнме тахат çитереймен шĕн каçарма пулать. Вăйлă çынна ун чухне те, паллах, туйăмсем ертсе каймаççĕ, хăй вăл туйăмсене йĕркелесе хăйне май ертсе пырать. Учителĕн тата вăйлăрах пулмалла. Вăйлă çынна çитменлĕхшĕн нихçан та каçармаççĕ. Унăн хăйĕн ыттисене тÿрĕ çул кăтартмалла. Пирĕн пур — Геннадий Васильевич хĕршĕн янахсем тăрăх кĕрсе каять! Арлан тăпри чавса кăларать! Ак ĕнтĕ халь пĕтĕм шкул ятне вараларĕ. Çĕртрĕ учитель ятне! Намăс! Питне кĕççе çĕлемелле! Ав курăр, çамкасем епле унăн…

Гена вĕçне çити итлесе лармарĕ, пиншакĕпе çĕлĕкне илчĕ те ерипе тумланса учительсен пÿлĕмĕнчен тухрĕ, ăна никам та чарса тăмарĕ.

Шкул картлашки çинче вăл хăйне такам пикенсех ятран чĕннипе чарăнчĕ. Ку вăл — хуларан таврăнакан методист пулчĕ иккен.

— Мĕн эсĕ, Геннадий Васильевич, хăлхасăр мар пуль? — терĕ вăл ун умĕнче чарăнса. — Атя-ха, ман санпа питĕ пысăк калаçу пулать. Сан çинчен тем те пĕр калаçаççĕ-çке. Тĕрĕ­сех-и вăл?


— Хăш-пĕрисем урокра пăлханаççĕ пулсан — Коршуновăн вара намăс-симĕсĕ те çук, — терĕ Александр Семенович методист. — Çÿрет лаплаттарса партăсем хушшипе. Тумланнă — патша майри пек. Сасси вара! Пит-куçне пĕрет! Виç çĕр çул учительте ĕçленĕ те вăл — йăлăхтарса çитернĕ ăна пурте: çут тĕнче те, ачасем те, Ачасем айăплă-и эс пĕлменшĕн? Калаç ахаль чухнехи пек. Хăвăн çĕрĕк кăмăлна мĕн тесе ачасене кăтартса тăратăн? Таткаланчăк кукăль туянĕ ăшĕ ан тăкăнтăр тесен икĕ алăпа тытаççĕ. Кулаççĕ-çке ачасем хăвăнтан!

Коршунова хăйне çапла йывăр каланине аран çеç тÿс- келесе ларнине кура методист çемçерех калама тытăнчĕ:

— «Полный провал» тет кун пеккине Песталоцци. Учитель пулас тесен ху пирки тем те пĕр илтме тивет. Ачасенчен çеç çав сăмаха илтес марччĕ. Ав Геннадий Васильевич ларать.

Çамкине çыхса лартнă, кĕпе çухи пĕтĕрĕнсе ларнă. Мĕнле ятламăн? Ку пĕчĕк япала çеç тетĕр-и? Шкулта нимĕнле пĕчĕк япала та çук. Шкула çакланнă çÿпĕрен пĕри ту пысăкăш ÿссе каять. Ав мĕн пулса тухрĕ Голубевăпа. Çапла вăл учитель йăнăшсан. Сире кунта кăшт ятлатăн çеç — тутусене мăрт тăватăр та тухса каятăр. Эпир вăрçни вăл — сывлăхăра çеç, вăрçатпăр та — сĕвĕрĕлсе те каять: манатпăр, каçаратпăр. Эсир класра е класс тулашĕнче йăнăшсан вара ачасем сире нихçан та каçарас çук! Пĕр пĕчĕк йăнăшшăнах вĕсем сире мĕн ĕмĕр тăршшĕпех юнĕç! Халĕ вĕсем — тин çурăлнă мăкăнь çеçкисем. Пирĕн вĕсене тусан пĕрчинчен те сыхламалла, уйрăмах халь, çирĕпленсе çитиччен. Хĕвел тÿррĕн пăхнинчен те сыхламалла халь…

Методист, хуллен те лăпкăн каласа лараканскер, хăйне хирĕç ларакан студента пĕр хушă тимлесе сăнарĕ.

— Леш Митюкне, Митюкне… пĕлмен кайăка мĕншĕн хÿринчен туртмалла пулчĕ-ха санăн? — терĕ вăл малалла студента куçран пăхса. — Вăл ав ят сарса çÿрет сан çинчен. Ун пеккисем чултан та пушăт сĕвеççĕ. Ĕçе пĕрле тăвас пулать, килĕштерсе. Манпа канашласан та сарăп пулмĕччĕ. Час пĕшкĕнет пĕччен пуç… Выговорне тĕрĕс пачĕç сана ин­ститутра. Унта сан утăмна пĕр виçсе, хак парса тăраççĕ. Тата хĕр ачу мĕнле-ха халь сан, сыватать-и?

Учительсен пÿлĕмĕнче самантлăха шăна вĕçни илтĕнмелле шăплăх тăчĕ, коридорта такам утнипе çывăхри класра тахăш учитель урок ăнлантарни те илтĕнчĕ.

— Мĕн, вăл апла шăн пан улми çисе хăй пуçне пĕтерме шутланă? — терĕ методист. — Ав епле килсе тухать! Айăпĕ санра çук пулсан та çын куçĕ умĕнче эсĕ айăплă!..

Хăвна ху учитель пек тыткалаймастăн. Часах ĕнтĕ ху тĕллĕн ĕçлеме тытăнмалла. Çак инкек пĕтĕмпех ĕçе ху пĕччен тума тăрăшнипе сиксе тухрĕ. Пĕччен хăтланмин те — ача та çав таранах лакса лармĕччĕ. Пуçилле шухăшсем патнех çитер­мĕттĕмĕр.

Методистпа студентсем тепĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕç. Унтан коридорта урокран тухма вăхăт çитнине пĕлтерсе шăнкăрав шăнкăртатрĕ, алăксем уçăла-уçăла хупăнни, тĕ­пĕртетни илтĕнчĕ.

— Ун патне халь кайсах тăрăр, — терĕ методист калаçăва вĕçленĕ май. — Пĕччен ан туйтăр хĕр ача хăйне хăй. Ху та кай, ачасене ытларах яр…

Гена методист сăмахĕпе килĕшсе ача пек итлесе ларчĕ.

… Тепĕр ик-виç кунтан шкулта учительсем хушшинче пысăк канашлу пулса иртрĕ, майĕпен вăл шавлă дискуссиех çаврăнса кайрĕ.

Хамăр маларах каланă шухăшсене тепĕр хут асăнас мар, вулакансем хăйсемех пĕлекен е хаçатсенче пур япаласене тепĕр хут сĕнес мар тесе тата юлашкинчен — хамăрăн вă­рăма кайнă калава хăвăртрах вĕçлес тесе автор ку дискуссие илсе кăтартма кирлех мар пуль тесе шутлать.

Тавлашу, тĕпрен илсен, шкулсенче вĕрентÿпе воспитани ĕçне çĕнĕлле йĕркелесси пирки, шкулпа пурнăç хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси, шкул программисене, системине улăштарасси пирки пулчĕ. Ку тавлашура нумайăшĕ Генăна хÿтĕлерĕ, тепри (малашлăха курманни) ятларĕ. Директо­ра та вăрçса илчĕç, çав вăхăтрах хÿтĕлерĕç те: программа вăл — программа, ăна çапла йышăннă пулсан çÿлтен улăштармасăр директор епле улăштарайĕ…

Голубева Тамара вара, пĕрисем каланă тăрăх, çак хамăрăн кивелнĕ шкул системин çимĕçĕ-мĕн, анчах ăслă, вичкĕн сисĕмлĕ хĕр ача, теприсем каланă тăрăх, пăсăлса, иртĕхсе кайнă хĕр ача т. ыт. те.

Çирĕм пĕрремĕш сыпăк

Урай варринче тимĕр кăмака çунса ларать. Унăн айккисем те, мунча кукрашки те хĕрсе хĕрелсе кайнă. Хĕрлĕ йытă сиксе вĕрнĕ пекех — сиксе, кĕрлесе çунать кăмака.

Ăшăрханă хĕр ача çÿхе шурă çиттипе кăкăр таран витĕнсе стена çумĕнчи вырăн çинче выртать.

Урам еннелли стена тĕкĕрĕ çинчен хĕр ачана тĕпелте аппаланакан амăш пуçĕ, хăрах хулпуççийĕ курăнкаласа каять. Тĕкĕр тăрринчен уртнă ал шăлли пĕтĕм тĕкĕре çавăрса илет. Унăн вĕçĕсене, тĕрри курăнмалла туса, икĕ еннелле уçса тытăнтарнă. Шывлампа тĕрленĕ чечек çинче — кĕç-кĕç вĕçсе анас пек пĕчĕк кайăк. Вĕсене çулла Тамара тĕрленĕччĕ. Тамара кайăк сиккине те, хантăсла та, кÿнчĕкле те тĕрлеме пĕлет. Халь ĕнтĕ алла тĕрĕ тытманни те вăрах.

Акă ĕнтĕ вăл эрне ытла вырăнпах выртать. Пуç ыратать, кăкăрта тем хăрăлтатса тăрать, тирет, хушшăн-хушшăн тип ÿслĕк чыхăнтарса ярать; пыр шыçнă, чĕлхе кăмпаланнă.

Тамара виçĕ-тăватă кун хушши тăн пĕлми выртрĕ. Вăл çакна çеç астăвать: такамсем вырăн умне пухăнса тăраççĕ, шăппăн калаçаççĕ, хашлатса сывлаççĕ, ÿпкелешсе вăрçаççĕ; хул айне градусник лартаççĕ, вакă е тÿме пек çавра шурă, хĕрлĕ им параççĕ, укол тăваççĕ те — кайран каллех шăп. Каçсерен Тамарăна вĕрилентерсе пăрахать, чун пăчăхса каять, çăвар тути çук, пур çимĕç те темĕнле йÿçĕ, хĕрхÿ пек. Ир енне кăшт çăмăлрах. Амăшĕ час-часах Тамарăна кăмака çине вырттарса кăкăр çине тин çеç пĕçерсе кăларнă çăкăр хурать, сĕлĕ шерепи, хура эрĕм шывĕ вĕретсе ĕçтерет.

Юлашки кунсенче Тамара хăйне кăшт уçăрах, хаманĕ пур пек туйрĕ, ÿслĕк çемçелнĕ, кăкăрта чикен чикмест. Халĕ ĕнтĕ Тамара çынсене те уйăрса илет,

Кунсерен майлах ун патне шкулти ачасем çÿреççĕ. Вĕсен­чен хăшĕсем пĕремĕксем-темсем йăтса килеççĕ. Геннадий Васильевич та икĕ хут килсе кайрĕ. Тамарăпа вăл, ыттисем пекех, нумай калаçмасть. «Сывлăху мĕнле? Çăмăлтарах-и? — тесе ыйтать. — Часрах сывал, Ачасем сана кĕтеççĕ», — тесе хăварать çеç. Тамарăна хăйне ун умĕнче питĕ аван мар пек.

Ачасенчен пуринчен ытла кунсерен майлах Рая килет. Вăл кĕрсенех — килти çын пек — хывăнса ларать. Тамарăна шкулти ĕçсем çинчен каласа парать.

Шкулта халĕ çур вĕренÿ çулĕшĕн тĕрĕслев ĕçĕсем пуçланнă-мĕн. Çывăх вăхăтсенчех тата шкулта тĕрлĕрен урăх уроксем, кружоксем хушăнаççĕ-мĕн: çĕвĕ çĕлеме, тĕрĕ тума, юрма-варма, каскалама хăнăхмаллисем, «производство ни­кĕсĕсем» — ĕç урокĕсем.

Çавăн пек чуна çыпăçуллă улшăнусем ялан е эсĕ çук чухне, е эсĕ унта урăх каяс çук чух пулаççĕ вара.

Халь ĕнтĕ Тамара текех шкула каяс пур-и? Çак синкерлĕ ĕçсем хыççăн çапла пулса пĕтнĕ пуçпа каллех хайхи шкулах кайса, çав пĕлнĕ ачасем хушшинчех ларса вĕсем йĕкĕлтесе кулнине, витленине тÿсмелле?

Çук, çук! Текех унта ура та ярса пусас мар! Таçти урăх шкула кайсан та — çак шкулах мар ĕнтĕ. Тен, ялтан та тухса каймалла? Калăпăр, вербовкăпа пĕр-пĕр стройкăна.

Сывалса çитнĕ çĕре Тамарăн çак тĕлĕшпе пĕр-пĕр татăклă шухăш патне çитмеллех. Амăшĕ те ĕнтĕ — Тамара ура çине тăнă-тăман — çĕтĕлме, хирĕлме, ÿпкелеме тытăнĕ. Халь ĕнтĕ вăл малтанхинчен те хăрушăрах чуна ватĕ, кун кăтартмĕ. Çитменнине тата, иртнине сиввĕн аса илтерсе тăракан шакла пуç…

Çакăн пек шухăшсем пуçа килсен çан-çурăм та сÿлетсе каять. Пĕччен чухне кунашкал шухăшсем пит тăтăш çу­лăхаççĕ, вăрăм тунасем пек.

Рая та пулин часрах çитинччĕ!

— Валентин та килсе курасшăн сана, — терĕ вăл ĕнер Тамара çине сăнарах пăхса илсе.

Тамара хирĕç нимĕн те шарламарĕ. Темшĕн-çке ун ятне асăнни хĕр ача асĕнче халь хĕлхем те чĕртмерĕ.

— Шкула пырсан эп сана пĕр япала каласа парăп. Юрать-и? — тет Ран малалла. — Эсĕ шкула пыратăн-çке- ха, — тет вăл çипе тăрсах. — Ну, мĕн эсĕ чĕнместĕн?

— Çак пуçăмпа ман епле класа пырса кĕрес, — тет Тамара.

— Ну, мĕнех-ха çÿçсĕр? — хĕрсе каять Рая. — Мĕн, хăратăн-и?

— Сана аван мана ÿкĕте кĕртме! Ху çапла пулсанччĕ.

— Тамара! — чĕрре кĕрсех сиксе тăрать Рая, вара темшĕн кÿреннĕ пек тухса каять.

Тамарăн тĕкĕр витĕр пăхас килет. «Мĕн майĕ пур-ши вăл? » Анчах тĕкĕр темшĕн хăратать. Тата тăма та вăй çук. Пуç та, алă та çĕкленмест. Тамара çапла выртсах çывăрса каять. Тен, вăл çывăрман та пулĕ… Куçне хупнăччĕ çеç, уçрĕ те — тул çутăлнă, урăх кун пуçланнă акă. Анчах пурте виçĕм кунхи-тăватăм кунхи пекех, урай варринче тимĕр кăмака çунса ларать. Пуçра та ун чухнехи шухăшах, чунра та çав пăшăр- ханăвах, çав хуихă-суйхах. Сывлăх енчен çеç — ăшра тем çемçелнĕ пек, кăмăл уçăлнă, шăм-шак çăмăлланнă.

— Чей ĕçетĕн-и, хĕрĕм?

Ку амăшĕн сасси.

Вăл халĕ Тамарăна пĕрре те вăрçмарĕ-ха — ÿпкелесе те, ăс парса та. Сасси те унăн йăвашланнă пек, хăй нихçанхин­чен те кăмăллăрах пек. Вăл та ĕнтĕ хĕрне сыватма хăтланса упи-супи пулчĕ.

… Тултан алăк сасси илтĕнчĕ.

Пÿрте Рая кĕрсе тăрсан Тамара куншăн нимĕн чухлĕ те тĕлĕнмерĕ, пуçне пăрмасăрах пăхса илчĕ, темшĕн-çке акă халь Рая килсе кĕрессе те унăн чунĕ малтанах туйса-пĕлсе тăчĕ пек.

Рая пÿрте кĕрсен Тамара амăшĕ кĕрĕк тăхăнчĕ.

— Эпĕ пыл илме каям-ха, — терĕ вăл тимĕр чашăк тыт­са. — Эсĕ, Рая, ларкала. Тамара, тен, шыв ыйтĕ, чейникрех унта. Пыл вĕретсе пама хушрĕç те-ха.

Çапла каласа вăл тулалла тухрĕ.

Рая сывлăх суннă чух Тамара шарт сикрĕ. Райăн пуçĕ пĕчĕкленсе юлнă пек курăнчĕ… Çамкинчен çÿлелле çара шурă ÿт каять, тутăр айĕнчен çивĕт курăнмасть.

— Рая! — хăраса кăшкăрса ячĕ Тамара. Вăл урăх нимĕн те калама пултараймарĕ, хăрах чавса çине вăйран кайсах çĕкленчĕ те хăйĕн тусне вĕри алăсемпе мăйĕнчен яваласа илчĕ. Самантран Рая кăкăрĕ çинче шăппăн хÿхлени илтĕнчĕ.

Рая нимĕн те чĕнмерĕ, чирлĕ хĕр ачан пуçне çеç хăй çумне хытăрах пăчăртарĕ.

— Рая! Рая! — терĕ Тамара çине-çинех. — Мĕн ухмахланнă эсĕ, кала-ха? Ăсран тайăлтăн-и?

Вăл чунне ыраттарса ĕнерхи калаçăва аса илчĕ.

«… Çак пуçăмпа ман епле класа пырса кĕрес», — терĕ Тамара.

«Ну, мĕнех-ха çÿç çуккишĕн? Хăратăн-и? »

«Сана аван мана ÿкĕтлеме. Ху çапла пулсанччĕ… »

«Тамара! Эп сан пек… хăраса тăратăп тетĕн-и? »

Рая хăйĕн вăрăм та тачка çивĕт вĕçĕсене турткаласа илет те вĕсене хыçалалла ывăтса ярать, пуçне чăрсăррăн çĕклет, пĕр хушă вăл çапла хускалмасăр тăрать, унтан Тамарăна сивĕ алăсемпе мăйран ыталаса илет.

«Тамара! Акă курăн, эпĕ те кастаратăп… Чăнах, чăнах».

«Ухмах! Никам та пăхмасть вара сана».

«Кирлех мана такам пăхни! »

Рая кÿренсе тутине тăсать, унтан çапла кÿреннипех тухса каять. Ку вăл ĕнер пулчĕ. Паян акă кур…

— Рая! Рая! — терĕ Тамара лăпланаймасăр. — Эсĕ маншăн турăн-и çакна? Маншăн? Ухмах, эппин, эс! Кур-ха, кур, кайса пăх тĕкĕр витĕр… Кам майĕ пур халĕ…

— Кай, кирлĕ мар! Эпĕ курнă, — терĕ Рая Тамарăна хăй çумне хытăрах чăмăртаса. — Нимĕн те хăрушă мар! Хитре мар ĕнтĕ. Ну, мĕнех? Тепĕр çултан малтанхи пек пулать. Ку вăл пирĕн туслăх силĕмĕ[xxii] пултăр, юрать-и? Пĕлетĕн-и, мĕн вăл силĕм? Хĕр тантăшсем ĕмĕр туслă пулма сăмах панине çапла калаççĕ.

Райăн куçĕнче темĕнле хурланчăк хĕлхемсем çиçсе илчĕç. Сасси унăн нумайччен татăлса йĕнĕ хыççăнхи пек илтĕнет, хăй сывласса та татăлса сывлать. Икĕ пит çăмарти тăрăх унăн, чăн та, икĕ çутă йĕр выртнă.

— Çук, тепĕр çултанах ÿсмест, — терĕ Тамара ăна çав­çавах ытамран вĕçертмесĕр, — хитре мар капла.

— Ну, икĕ çултан… виççĕрен, — терĕ Рая мăн çын пек вĕрентсе. — Хитрине такам та пăхать, Витьăна эпĕ çапла килĕшместĕп пулсан — вăл мана кирлĕ те мар! Мана вăл çапла хитре мар чух та килĕштертĕр! Сăн улшăннăшăн чун хитремарланмасть-çке.

— Хитре маррисене юратмаççĕ, — терĕ Тамара,

Тамара шухăша кайрĕ.

— Чăнах, чăнах! — терĕ Рая Тамарăна аллинчен хăвăрт тытса. — Акă эпир класра та пĕрле ларăпăр, юрать-и?

— Çук, хитре маррисене те юратаççĕ, — хирĕçлерĕ Рая хăвăрт-хăвăрт калаçма тытăнса. — Хитре маррисене паттăрла ĕçшĕн юратаççĕ. Ак манăн халĕ çак виçĕ-тăватă çул хушшин­че — хитре мар чух — хамшăн çеç пулин те пĕр-пĕр пысăк ĕç тумалла. Вара ун чухне хальхинчен икĕ хут хитререх пулатăп. Халь эпир санпа иксĕмĕр «Царевна-лягушка» юмахри пек: çиелтен пăхма питĕ хитре мар, леш шапа пек, анчах вăхăт çитсен — пиртен хитри те пулмасть. Çапла-и, Тамара? аван пулать. Ан тив, кулччăр кулакансем. Эпир вĕсене итлемĕпĕр.

— Шиклĕ, — терĕ Тамара пусăрăнчăклăн. — Ачасенчен те, учительсенчен те, уйрăмах Геннадий Васильевичран.

— Тамара, мĕн сÿпĕлтететĕн-ха? Мĕн лайăх марри пур? — текех ÿкĕтлерĕ Рая Тамарăна.

Тамара тем шухăша ÿксе пĕр хушă ним чĕнмесĕр выртрĕ.

— Аннÿ килчĕ, — терĕ Рая кил хушши алăкĕ шанлатни илтĕнсен.

Тамара вас кăваррăн тÿрленсе выртрĕ. Амăшĕ, пĕр чашăк пыл йăтнăскер, пÿрте кĕрсе тĕпелелле иртрĕ.

— Чей сивĕнмерĕ-ши? — ыйтрĕ вăл.

— Тин вĕреме кĕчĕ, — терĕç хĕр ачасем ним пулман пекех.

Тамара амăшĕ тимĕр кăмака çинчен чейник илсе унта пыл ячĕ, тепĕртакран стакансене тултарчĕ те хĕр ачасене сĕтел хушшине ларса чей ĕçме чĕнчĕ. Тамара малтанхи хут ура çине тăчĕ. Икĕ хĕр тантăш юнашар ларса, вĕре-вĕре, чылайччен шăппăн чей ĕçсе ларчĕç.

Рая кайсанах почтальон çыру илсе килчĕ. Ку çыру Куйбы­шев хулинче пурăнакан Тамара куккăшĕнчен — Можаевран. Вăл, военкоматра ĕçлекен майор, çулленех отпускра Тамарăсем патне килсе каять. Пĕлтĕр те пулнăччĕ вăл. Çыруне Можаев Тамара ячĕпе çырнă.

«Тамара, — тет вăл, — пире, арăмпа иксĕмĕре, ачасăр пурăнма кичем. Тата аннÿне те темиçе ачапа йывăр. Кăмăлу пулсан кил пирĕн пата. Сана эпир хĕсĕрлес çук. Апат-çимĕç пирĕн тулăх. Вĕренме те сана никам та чăрмантармĕ, Хула шкулне кайăн. Тепĕр енчен, хула шкулĕнче вĕренни саншăн пĕрре те пăсăклă мар. Хулари ачасем ăс-тăн енчен те çивĕчрех аталанаççĕ. Хула хулах ĕнтĕ. Вăл, паллах, культурăллăрах тата ытти те. Куна хăвах пĕлетĕн… Кил, кĕтетĕп», — вĕçлет Можаев хăйĕн çырăвне.

Ку çыру пуç çине ырлăх çунă пекех пулчĕ Тамарăшăн. «Турри пур çав», — теççĕ кун пек чух.

Тамара та, çырăва вуласа пĕтерсен, савăннипе хăй чирли çинчен мансах амăш патне тула чупса ухрĕ.

— Анне! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Эпĕ Куйбышева каятăп. Кукка чĕнет…

Амăшĕ çыру пирки йĕркеллĕрех ыйтса пĕлнĕ хыççăн çапла каларĕ:

— Ху мĕн тăвăн ĕнтĕ. Апат-çимĕç килте тулăхах мар пулсан та пурăнма пулĕччĕ-ха. Хăвăн ирĕкÿ…


Тамара, чиртен тăрса малтанхи хут уçăлма тухнăскер, киле май урампа хуллен утрĕ. Çак кунсенче вăл Куйбышев­а каять, çавăнпа юлашки хут урампа утса тухма шутларĕ. Ун умĕнче, кăшт маларах, 10-мĕш класра вĕренекен Вова Вирцов пырать.

Тамара ку арçын ачапа пĕр пилĕк çул каярах юлташ­лă­ччĕ те — халь вĕсем çав тери ютшăнса кайнă иккен, сивĕннĕ. Тамарăна вăл халь хирĕç пулсан та сывлăх сунмасть.

Тен, хăйне темскер пекех мăнна хурать пуль вăл? Е Тамарăпа çеç çапла-и?

Тамарăна вăл, паллах, кураймасть ĕнтĕ, мĕншĕн тесен ама çури ун мыскарисем çинчен яланах Тамарăсем патне пырса каласа панине, Тамара вĕсене ĕненнине пĕлет. Тамара çавна май пилĕк çул каяллах унран кулма, ăна çĕтĕлтерме пăхатчĕ. Çавăнпа пулĕ Вова кайран Тамарăсемпе пĕрле урамра выляма та пăрахрĕ. Чăнах киревсăр ача-ши вăл?

Тĕрĕссипе илсен, Тамара ăна ама çури амăшĕн сăмахĕ урлă та тĕрлĕ сас-хура­сем тăрăх çеç пĕлет.

Çынна тĕрлĕ сас-хурасем тăрăх çеç хаклас пулсан, сă­махран, Тамарăна хăйне Вова çапла хаклас пулсан… Мĕнле- ши? Мĕнлерех курăнать-ши Тамара ун куçĕ умне, уйрăмах çак юлашки сас-хурасем тăрăх?

Ку, тупата, хăрушă пулмалла-çке!

Апла Тамара та чăтма çук киревсĕр курăнать пулĕ. Çав хăй киревсĕр тесе шутланă Вовăна?

Тÿрĕ каласан, малтан çак ача, ун пирки тĕрлĕ ырă мар сас-хура сарăличчен, Тамарăна килĕшетчĕ. Пĕр вăхăтра чунра темĕнле ăшă кăмăл та вăраннăччĕ ун енне, анчах ăна тĕрлĕ чамасăр чап амаланма паман.

Тĕрĕссипе, çав сехет мыскари хыççăн та Тамара Вова пир­ки ытлашши пăсăклă шухăшлама хăйман. Кунсăр пуçне ама çури халĕ Вова çинчен усал сăмах сарни­пе те çырлахмасть, Тамара патне Вовăн дневник­ĕ­се­не йăтса пырать.

Вĕсенче ама çури çинчен çырни, чăн та, пĕр йĕрке те пулман. Пуçа килнĕ шухăшсемпе пурнăç çине хăй еплерех пăхни çинчен çырнисем те хăйĕн сăввисем çеç пулнă унта. Тамара вĕсене вуламан та, тата хăш-пĕрисене ăнланма пуç та çитмен. Çав дневник­се­н­чен Тамара пуçĕнче пĕтĕмпе те пĕрер сăвă та тепрер каларăш çеç юлнă.

Çаксем йăлтах умра пыракан Вовăна курсан асра вăранчĕç. Тамара вара ирĕксĕрех çак ачапа çывăхрах паллашманшăн. унăн дневникĕсене тĕплĕн вуламаншăн пăшăрханса илчĕ: Тамара ăна урăх курас çук ĕнтĕ, ăна та, шкулти ытти ачасене те…

«Вăл, тепĕр тесен, питĕ лайăх çын пулĕ? — шухăшларĕ Тамара. — Ун çине эп хам шанмасăр пăхнăран çеç хăйне хăй çапла тытать пуль вăл? Тĕслĕхрен, эсĕ ху хăвна мĕнле тытнă пулăттăн-ха сана курайман, сана киревсĕр тесе шутлакан çынпа? »

Чăн та, Вова хăш чухне Тамара çине кураймасăр мар, пач урăхла, именерех пăхнă пек туйăнать.

Тамара хăй сисмесĕрех умра пыракан арçын ача çине хĕрхенсе пăхрĕ. «Кÿр-ха, хăваласа çитсе сăмах хушса пăхам ăна», — вĕлтлетрĕ пуçра чăрсăр шухăш.

Тамара васкарах утса качча хăваласа çитрĕ те, хăюлăх сасартăк хуçăлчĕ. Ĕнтĕ иртсе кайма та, кая тăрса юлма та аван мар пулса кайрĕ. Вара Тамара çул хĕрринерех пăрăнчĕ, ăшталанса ÿкрĕ. Каччă та хĕрĕн тем каласси пуррине сиссе канăçсăрлана пуçларĕ.

Вĕсем ик-виç кил тăршшĕ пĕр-пĕрин çине сисиччен вăльть те вăльть пăхкаласа пычĕç. Вĕсен хушшинче темĕнле ахаль калаçу пуçарас енĕпе те тÿрех каçма çук «хÿме», сăмах хушма та, пĕр-пĕрин çине пăхма та чар­акан­скер, пур иккен.

Вова хуллен утрĕ.

Тамара та васкамарĕ, анчах ăшри темĕнле сисĕм васкама хистет, çав вăхăтрах иртсе кайма та чарса пырать.

Çапах иккĕшĕн те калаçас екки пурри, иккĕшĕ те сăмах шыраса асапланни сисĕнет.

Вĕсем шăпăрт пычĕç.

Анчах çак чĕмсĕрлĕхре темĕнле хÿхĕм япала пур: ачалла тасалăх, тÿрĕлĕх, ним суй­ма­-­пытар­ма та пĕлменни, çĕр çинче пурăнма кирли.

Вĕсем Тамарăсен тĕлне çитрĕç.

Тамара хăйсен хапхи­не­лле пăрăнчĕ. Вова ик-виçĕ утăм турĕ те чарăнчĕ, хĕр ача çине пăхса илчĕ. Хĕр ача та ик-виçĕ утăм ярса пуссан чарăнчĕ.

Анчах вĕсем нимĕн те каламарĕç.

Хĕр ача кăшт тăхтаса тăчĕ те ерипе кил хушшине кĕчĕ. Чĕрере темĕнле хытă япала ирĕлсе кайрĕ пек.

«Чăн та, ама çури амăшĕ каланă пекех усал-ши вăл? — ирĕксĕрех шутларĕ хĕр ача, унтан хăйне хăй вăрçса илчĕ. — Ырă айван! Мĕнле-ха пĕр сăмах та хушаймарăм эп ăна!.. »

Çирĕм иккĕмĕш сыпăк

Тамара паян иртенпех ерçмерĕ. Çунă кĕ­писене, тутрисене утюгласа чăматана майлаштарса хучĕ, çуллахи туфлисене те тасатса чăматанах чикрĕ; кĕнекисене тĕркемлесе çыхрĕ. Амăшĕ çул çине валли укçа тупса килсе пачĕ, какай типĕтрĕ. Какайне Тамара пĕчĕк хутаçа тултарчĕ.

Çапла аппа­лан­са­х кăнтăрла иртрĕ, икĕ сехет çитрĕ.

Ыранхи пуйăс çине ĕлкĕрме ĕнтĕ пурте хатĕр, пальто­н пĕр-ик тÿмине хытарса лартмалли çеç юлчĕ.

Тамара хура çип пушкарĕ шыраса тупрĕ те йĕп çăртине çип тирме тесе кантăк умне пычĕ. Çак вăхăтра вăл хапхаран Рая чупса кĕнине курчĕ; хĕр ача питĕ васкать, хашкакан пулнă. Пÿрте кĕрсен те вăл хыпаланма пăрахмарĕ.

— Тамара, — терĕ Рая кĕнĕ-кĕмен, — тумлан хăвăртрах, пĕр çĕре каятпăр.

— Ăçта? — ыйтрĕ хĕр ача питĕ ырханланса кайнăран пысăкланнă пек курăнакан куçне чарса.

— Шкула каятпăр.

— Шкула? Эпĕ… шкула? Эсĕ, Рая, пĕлместĕн-ха. Эпĕ ыран Куйбышева тухса каятăп.

— Куйбышева? Мĕн тума?

— Вĕренме.

— Мĕне вĕренме? Техникум­а­-и?

— Çук, вăтам шкулах, 9­-мĕш клас­ах… Акă вула çыру. Унта кукка пурăнать ман. Мана хăйсем патне чĕнет.

Рая пĕр хушă Тамара çине пăхса ним чĕнеймесĕр хытса тăчĕ.

— Эсĕ каятăнах-и?

— Каятăп.

— Ой, Тамара, эпир юлатпăр, — хыпаланса ÿкрĕ Рая. — Эппин, çул çинче калаçса каяр… Атя часрах. Унта паян, калас-и мĕн, Вера Федоровнăна чыслаççĕ, ăна тава тивĕçлĕ учительница ятне панă… Манăн ăна шкул ачисен ятĕнчен парне памалла…

— Рая, эпĕ ку шкула урăх ура ярса пусмастăп тесе хама хам сăмах панă.

— Ну, юлашки хут, эппин… Ну, мана кăшт та пулин хисеплетĕп пулсан юлашки хут ут манпа юнашар… Анчах хăвăртрах, ман вăхăт çук.

— Рая, тăн тухать ман санпа, тупата!

— Тамара, тусăм! — ыталаса илчĕ Рая Тамарăна, — Атя… Унта сана халь асăрхамаççĕ те. Тумлан часрах… Ăçта-ха сан пальто?

Рая пăтаран пальто вĕçертсе илчĕ те Тамара хулпуççийĕ çине уртса ячĕ, унтан кашта çинчен мăн тутăр илсе килчĕ.

— Кил, сана хам çыхса ярам, — терĕ Рая Тамарăна чăн­ласах тутăр çыхса ярса. — Ну, атя халь, — алăран тытса алăк патнелле туртрĕ вăл унтан.

Тамара сисмесĕрех кăмăлĕпе çаврăнчĕ, вара вăл хăйне хăй пурпĕр шкула кĕместĕпех-ха тесе лăплантарса Райăпа пĕрле тухрĕ. Урама тухсан вара Рая ним шухăшласа илме памасăр текех васкатса пычĕ, тăна кĕме памасăр малалла хистерĕ. Çапла вĕсем шкул картине çитсе те кĕчĕç. Кунта çитсен Тамара хăй те ĕнтĕ турткаланмарĕ: шкул ачисем курăнкала пуçларĕç. Рая вара Тамарăна аллинчен çирĕпрех тытрĕ те картлашка тăрăх туртса хăпартрĕ. Вĕсем иккĕмĕш хута хăпарчĕç. Коридорта, чăнах та, халăх лăк тулли, алăк умĕнче те ачасем, студент практикант­сем кĕпĕрленсе тăраççĕ. Вера Федоровнăна чыслама пухăннă пуху пуçланнă та иккен. Тамарăпа Рая кĕнине алăк патĕнчи пĕр-икĕ ача каялла çаврăнса пăхнисĕр пуçне никамах та асăрхаймарĕ. Рая Тамарăна алăран вĕçертмесĕр ачасем хушшипе хуллен малалла иртрĕ. Темĕнле пушă юлнă вырăнах илсе çитерчĕ. Вĕсем хĕсĕнкелесе тенкел çине юнашар кĕрсе ларчĕç.

Райăпа Тамара кĕрсе ларнă тĕле Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн представителĕ ĕнтĕ хăйĕн сăмахне вĕç­лесе калатчĕ:

— Сирĕн шкулта Вера Федоровна пек хăйĕн ĕçне чун­чĕререн парăннă учительсем пурри сирĕн ш кулăр чысне çĕклет. Кун пек ырă ят илме хăй ĕçĕн чăн-чăн ăсти çеç пултарать. Сирĕн пурин те унран вĕренме тăрăшмалла: учительсен — ун пек учитель пулма, ачасен — ун пек çын пулма. Таса чунпа ĕçлекен кашни çынах пирĕн çĕршывра чыса, мухтава тивĕçлĕ. Хăвăр ĕçĕрте малашне татах ăнăçлăрах, кăтартуллăрах ĕçлеме сире, Вера Федоровна, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ ячĕпе иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăх сунатăп.

Представитель хăйĕн сăмахне вĕçлерĕ те Вера Федоров­нăна хĕрлĕ хуплашкаллă хут тыттарчĕ. Пурте алă çупса ячĕç, Кун хыççăн шкул директорĕ Петр Петрович Вера Федоров­нăна хăйне сăмах пачĕ.

Вера Федоровна трибуна умне пăлханса тухрĕ. Анчах ку пĕр кĕске саманта çеç, сăмах пуçличчен çеç, пычĕ. Умра хăйĕн кулленхи вĕренекенĕсемех ларни ăна часах хăюлăх тавăрчĕ.

— Манăн ĕçĕм-хĕлĕме, — кăшт çыхлануллăрах пуçларĕ вăл, — çапла пысăк хисепе хунишĕн эпĕ партипе пра­вительствăна чун-чĕререн тав тăватăп. Хамăн ĕçĕмре эпĕ чыса, хисепе тивĕç пулни — маншăн пысăк телей. Манăн ĕç паттăрла ĕç мар — кулленхи ĕç. Хăйĕн ĕçне чунтан юратса, тÿрĕ кăмăлпа тăвакан кашни совет çынниех кун пек чыса тивĕç пулма пултарать. Эпĕ хам ĕçленĕ чух пĕрре те ман чапа тухасчĕ­-ха, тава тивĕçлĕ учитель ятне илесчĕ тесе ушăнман, вăл шухăш пуçа та пырса кĕмен. Чи пысăк телей вăл маншăн, ачасем, эсир шкултан лайăх вĕренсе тухса çĕршыва усăллă çынсем пулни. Эпĕ хам пултарнă таран хамăн пĕтĕм вăй-халăма, ачасем, сире вĕрентсе ăслă çынсем тăвас ĕçе пама тăрăшнă. Тăрăшса тунă ĕç, юратнă ĕç сая каймасть. Пурнăçра чи кирли, апла пулсан, ачасем, вăл професси тĕрĕс суйласа илесси. Эсир шкулта тĕрлĕ наукăсене вĕреннĕ май хăвăра тĕрлĕ енчен тĕрĕслесе пăхатăр. Эсир хăвăрăн кăмăлăра кайнă наука тăрăх хăвăр пултарулăха палăртса ĕмĕт чăмăртатăр. Ĕмĕт вăл хăвăрăн пултарулăхăрпа килĕшсе, шайлашса тăмалла. Вĕсем хирĕçеççĕ пулсан ĕç ăнăçмĕ. Сирĕн пурин те пултарулăх пур, хăш-пĕрисен ĕнтĕ палăрнă, теп­рисен халĕ, тен, палăрайман-ха, ку инкек мар… Ку енпе те сире шкул пулăшĕ, учительсем пулăшĕç.

… Тамара хăй çине ачасем пăхкаласа илнине асăрхаманçи пулса пуçне ниçталла пăрмасăр куç хÿрипе сулахаялла, сылтăмалла пăха-пăха илчĕ. Вăл хăйне малтанхи самантра йĕп çинчи пек туйрĕ, çапах та хăйне хăй май килнĕ таран лăпкă пек тытма тăрăшрĕ. Вера Федоровна калаçнă чухне çеç вăл пĕрер чĕрĕме хăй çинчен манса трибуна çинчен илтĕнекен сăмахсене итлерĕ. Çав вăхăтрах кунта ларакан кашни ачанах ăмсанчĕ: вĕсем çакăнта пурте Тамарăран телейлĕ, пурте тăван килти пекех, пĕри те хăйне кунта Тамара пек канăçсăр та ют туймасть. Рая — мĕн тери телейлĕ вăл! Акă вăл трибуна умне тухрĕ. Куçĕсем çиçеççĕ, сасси те чĕтремест.

Тамара сисмесĕрех хăй тантăшĕн кашни сăмахне тăнласа итлеме тытăнчĕ. Трибуна умĕнче Рая мар, Тамара хăй тăнă пек туйăнчĕ, çавăнпа та вăл Рая такăнасран е сăмахне манса каясран канăçсăррăн шикленсе ларчĕ, ун çине хытă пăхма та хăрарĕ.

— Хаклă Вера Федоровна! — терĕ Рая. — Эсир пире вĕрентсе çĕршыва усăллă çынсем тăвассишĕн ырми-канми ĕçлетĕр. Эпир, аслă классенче вĕренекен ачасем, сирĕн пур уроксене те питĕ юратса итлетпĕр, эсир вĕрентекен пред­метсене тарăн ăнланса пыратпăр, мĕншĕн тесен эсир уроксене яланах çăмăл та лайăх ăнлантарса паратăр. Çавăнпа та эсир вĕрентекен предметсемпе ĕлкĕрсе пырайманни никам та çук. Ку вăл эсир чăн-чăнах лайăх учительница пулнинчен килет. Эсир лайăх учительница кăна мар, ачасен çывăх тусĕ те. Сирĕн ĕçĕре партипе правительство пысăк хисепе хурса хаклани пирĕншĕн те, вĕренекенсемшĕн, пысăк савăнăç. Эпир, аслă класра вĕренекен ачасем, сире, Вера Федоровна, хамăрăн тава тивĕçлĕ учителĕмĕре, малашне тата лайăхрах вĕренме, хамăрăн малашнехи кун-çулăмăрта сирĕн пекех хăйĕн ĕçне чунтан парăннă ĕçченсем пулма, лайăх юлташ, çĕршывăмăра усăллă çынсем пулма сăмах паратпăр…

Рая çакăн пек ум сăмах каланă хыççăн Вера Федоровнăна вырăссен паллă педагогĕ К. Д. Ушинский çырнисен пуххине парне кÿчĕ. Рая сăмах пĕтерсен Тамара, хăй калаçнă пекех савăнса, çăмăллăн сывласа ячĕ. Çакăнпа пĕрлех пуху пĕтесрен хăраса ÿксе пăлханма тапратрĕ. Тамара вырăнтан тухса кайма та шикленчĕ, кăшт пĕшкĕнерех ларса чăтăмсăррăн Райăна кĕтрĕ, анчах Рая темшĕн килмерĕ.

Тамара ĕнтĕ тухса тар­ас­са­х çитнĕччĕ, унăн телейне, часах коридор вĕçĕнчи сцена уçăлса кайрĕ. Тин вара хĕр ачан кăмăлĕ лăпланчĕ.

Сцена çине шкулти хор кружокĕ тухса тăрсан Тамарăн ирĕксĕрех чĕри ыратса хĕсĕнчĕ. Тамара та шкулта йĕркел­лĕ пулнă пулсан çав ачасем хушшинче тăрса юрламаллаччĕ ĕнтĕ. Е çак ачасем пекех пĕр чунтан савăнса, киленсе ит- лемеллеччĕ. Халĕ хор юрлакан пĕр юрă та — чуна ырат- тарнисĕр пуçне — ним те кÿреймерĕ. Мĕн тери ют иккен кунта Тамара!

Çапах та çак ачасене Тамара урăх нихçан та тек курай- мĕ-и?.. Темĕнле ĕненмелле те мар пек. Анчах тумаллине — тумаллах.

Хор темиçе юрă юрланă хыççăн Тамара çумне кĕтмен çĕртен Геннадий Васильевич пырса ларчĕ.

— Здравствуйте, Голубева! — терĕ вăл.

— Здравствуйте, — тавăрчĕ Тамара канăçсăрланма тытăнса.

— Эсир Куйбышева куçса каясшăн тет-и? — ыйтрĕ студент тÿрех.

— Романова Рая каларĕ-и?

— Вăл та, вăл та мар. Эпĕ хам та çапла шухăшланăччĕ.

— Кукка ман пата çыру çырса ярасси пирки те малтанах пĕлнĕччĕ-и эсир?

— Эсир ку шкултан сивĕнессине пĕлнĕ…

— Сивĕнесси? Ним сивĕнесси те çук… Эпĕ сивĕнмесĕрех каятăп, — вĕчĕрхенме пуçларĕ хĕр ача студент ун шухăшне пĕлсех калаçнăран.

— Çук, Тамара, эсĕ тĕрĕс тумастăн, — каларĕ студент шăппăн. — Халĕ тухса кайни вăл эсĕ йывăрлăхсенчен пăрăннине пĕлтерет…

Студента тин килсе çитнĕ Рая пÿлчĕ.

— Сире Вера Федоровна чĕнет, — пĕлтерчĕ вăл ăна.

— Юрĕ, Тамара, эпир курăпăр-ха, — тесе хăварчĕ Гена.

— Эсĕ пăрахсах кайрăн мана! — ÿпкелешме тапратрĕ Та­мара.

— Тамара, мана учительсен пÿлĕмĕнче тытса чарчĕç, каçар.., Эпир часах каятпăр… — хуравларĕ Рая. — Тамара, Тамара, итле-ха, мĕн тери лайăх юрă!..

Сцена çинчи хор «Школьный вальс» юрра юрлать иккен. Тамара хăйне юрă килĕшнине те, килĕшменнине те па­лăртмарĕ, пачах урăх шухăшсемпе пăтранчĕ; юрра лара-тăра пĕлмесĕр итлекен Райăна чăрмантарас мар тесе çеç вăл итленĕ пек пулса ларчĕ.

Вĕсем нумаях та лараймарĕç.

— Романова, вырăн пар-ха эс мана Голубева çумне, — илтĕнчĕ палланă сасă. Рая тÿрех сиксе тăрса вырăн пачĕ. Ку Вера Федоровна пулчĕ иккен.

— Голубева, — тÿрех сăмах пуçларĕ учительница. — Геннадий Васильевич сан çинчен калани тĕрĕсех-и вăл? Эсĕ куçса каясшăн тет-и?..

Тамара учительница çине пăхса илчĕ те пуçне чикрĕ.

— Эсĕ, Голубева, пуç таврах шухăшласа пăхрăн-и? Чăнах каятăн-и?

Тамара ним чĕнмесĕрех пуçне сĕлтсе илчĕ.

— Мĕншĕн çапла шутларăн?

Тамара чĕнмерĕ.

— Эпĕ сана ăнланатăп, Голубева. Анчах лайăхрах шу­хăшласа пăх: тĕрĕс тăватăн-и эсĕ, çук-и… Ну, тепре ку­риччен, Голубева.

Çапла каласа уйрăлчĕ Вера Федоровна.

… Тамара шкултан пусăрăнчăклăн тухрĕ. Хăйне ăсатма пулнă Райăна та вăл пĕччен утас килет ман тесе шкул умĕнченех киле ячĕ.

Пуçра тĕрлĕ шухăш пăтранчĕ. Вера Федоровна сăмахĕсем асран каймарĕç.

Чĕрере темĕнле ăнланмалла мар туйăмсем хускалчĕç, темскере çав тери шел пек, темшĕн-çке чун хурланнă пек, тата вăл хăй питĕ мĕскĕн пек.

Çав вăхăтрах кăмăл темĕнле çĕнĕ еннелле çаврăнать пек.

«Анчах чăматана та хатĕрлесе хунă-çке, куккана кĕтме телеграмма та парса хунă… Тата анне епле тăрмашрĕ мана çула хатĕрлеме… Ыран… Çапах та ыран çиттĕр-ха, курăнĕ».

Çирĕм виççĕмĕш сыпăк

Хĕрĕх градусран та иртекен шартлама си­вĕсем тăнă пирки чылай шкулсенче эрне ытла пуçламăш классенче вĕрентмерĕç.

Паян вара сивĕ ури хуçăлнă: çанталăк самаях ăшă. Çавăнпа паян пуçламăш класра вĕренекен ачасем те шкула кĕпĕр­ленсе килчĕç те — коридорсенче ирхине сакăр сехет çитич­ченех тĕпĕртетÿ, шăй-шай çĕкленчĕ.

Ăшă кунсенчи йĕркепе яланхи пекех уроксем лариччен вун пилĕк минут малтан пĕтĕм шкул таппăн-таппăн пухăнса спорт площадкине ирхи зарядкăна тухрĕ.

Ирхи сивĕ сывлăш, йĕс пек янравлăскер, сипетлĕскер, ачасен кăмăлĕсене çĕклесе, шăм-шакĕсене вăр-варлатса, çирĕплетсе ячĕ те — тултан коридора чарусăр хавас шăв­-шав йăтăнса кĕчĕ. Уçă сывлăшпа хутăш коридорта йăрă та чĕрĕ ачасенчен сивĕ хут-кĕнеке шăрши, шăнса хĕрелнĕ сивĕ питсен варкăшĕ çапрĕ.

Тăххăрмĕш класра паян пĕр ача та килменни юлман. Кунта иртенпех темĕнле çĕкленчĕк шав тăчĕ.

Хĕр ачасем малти парта тавра — хăшĕ ларса, хăшĕ тăр­са — кĕпĕрленнĕ.

Кунта — Райăпа юнашар — чиртен тăнă хыççăн малтанхи хут шкула килнĕ Тамара ларать.

Вăл халь чир хыççăн йăл илсе те çитеймен-ха. Пичĕ унăн шуранка, туртăннă, куçĕ путса кĕнĕ. Сасси кăшт мăнăланнăн та йăвашшăн, пăхăнуллăн илтĕнет, унăн кăмăлĕнче темĕнле чăрсăр шăнăрĕ хуçăлнă пек туйăнать. Çаврăнкалăш, утти-тăрри вăрахланă. Çын çине шухăшлăн та, ăна пĕтĕмпех ăнланнă евĕр, тăнласа, хыпаланмасăр пăхать; ыйтнине хирĕç ерипе тавăрса калать.

— Тамара, кил, манпа лар, — туртать ăна хулĕнчен хăйпашка хĕр ача Зина.

— Çук, эпĕ кунтах, — тет Тамара. Ун енчен, именнĕ пек, вăраххăн пуçне пăрать.

— Çук ĕнтĕ, ăна эп ямастăп хам çумран, — тет Рая.

Хĕр ачасем иккĕш те шакла пуçлă. Анчах ачасем куна юри асăрхамăш пулаççĕ. Тем пирки çÿç çинчен çăвар уçма пи­кеннĕ ачана та сиввĕн тăрăннă куçĕсем тÿрех çăвара хуп­тарчĕç.

— Ой, Тамара та килнĕ, — теççĕ класа тин килсе кĕре­кенсем. — Чиперех-и?

— Эс тутăрна çых, — теççĕ хĕр ачасем. — Вĕрĕлетĕн ак.

Арçын ачасем сăмаха хутшăнмаççĕ. Апла пулин те хĕрсем çуйхашнине итленĕ май вĕсен хаваслă лару-тăруне пăсасшăн мар пулса никама та тивмен шÿтсемпе перкелешсе илеççĕ. Вĕсем — кам кÿрейменнине кура — пуринчен ытла Райăран тăрăхлама пăхаççĕ. Рая, хăюллă та чĕрĕ хĕр ача, нихçан та аяла пулса ушкăнти сăмаха хăй çинче тытăнса тăма памасть. Шÿте шÿтпе тавăрма кăмăл çук чух мĕнле те пулин ĕçлĕ калаçу пуçарма васкать.

— Итлĕр-ха, итлĕр, ачасем, — терĕ вăл хальхинче класа хирĕç çаврăнса. — Ыран студентсен практика пĕтет… Атьăр Геннадий Васильевича ăсатма каяр…

Сăмах çине класа «çылăхсăр çын» Геннадий Васильевич кĕрет. Йĕрке тăрăх ачасен учителе ура çине тăрса ним чĕнмесĕр сывлăх çунмалла пулин те — ачасем пĕр харăс «здрав­ствуйте» тесе яраççĕ. Геннадий Васильевич йăл кулса илет те класс хăмине сĕрмелли лăстăка урайĕнчен сĕтел çине илсе хурать.

— Эсир вĕренекенсен йĕркине начар пĕлетĕр, — тет вăл куларах.

Ачасем кĕр! кулса яраççĕ.

— Эсир каятăр-им? — ыйтать тахăшĕ.

— Каймалла, — тет студент.

— Эсир вĕренсе тухсан пирĕн шкулах килĕр, — тет тепри.

Ачасем шавласа каяççĕ.

— Эсир çыру çырăр, — тет студент.

— Çыратпăр, çыратпăр, — теççĕ ачасем.

Геннадий Васильевич класс çине пăхать те çапла калать:

— Паянтан сирĕн класс пуçлăхĕ урăх пулать.

Класс шăпăрт.

— Кам?

— Кам пулать? — илтĕнет самантран.

— Вера Федоровна.

Ачасем хаваслăн йăшăлтатса илеççĕ.

Каллех сăмах çине класа Вера Федоровна тата директор пырса кĕреççĕ.

Директор таса класс хăми çине, парта хушшисене пăхса илет, сĕтел умне пырса тăрать.

— Кам килмен паян сирĕн? — ыйтать вăл.

— У-у, Голубева та килнĕ, — тет Вера Федоровна. — Мĕнлерех-ха сывлăхăр сирĕн? Ураланатăр?

Тамара айăплăн ура çине тăрать те пуçне чикет.

— Лар, лар, — хушать директор. — Романова Райăпа ларатăн? Аван, аван. Йĕркене кĕрет класс майĕпе!

Тамарăна кăшт аван мар пек. Ачасенчен те, учительсенчен те… Анчах çапах та малтан хăй шутланă пекех мар. Çак малтанхи самантран пуринчен ытла хăранăччĕ ĕнтĕ вăл. Пĕрер урок ларсан — кайран татах хăнăхатăн. Чăн та, мĕн тери ютшăнса кайнă иккен вăл çак ачасенчен, юлташ­сенчен… Çапах та юлташсем-çке-ха вĕсем!

Вĕсем ав Тамара шкула килнĕшĕн савăннă. Тамара хăй те çакна туймасăр тăраймарĕ. Çакă тата ытларах вĕсем умĕнче каçарма çук айăпа, пысăк парăма кĕнĕ пек туйăнать.

Тамара вара вĕсене юлашки вăхăтра пĕрре те аса илмен. Усалпа та, ырăпа та. Вĕсенчен кирек те хăшĕ шкула килмесен те — асăрхаман. Вĕсем Тамарăшăн çĕр çинче çукпа пĕрехчĕ, мĕншĕн тесен Тамара хăйне те кунта пачах картусăр тесе шутланă.

Вĕсем пачах, Тамара шутланă пек, тимсĕр-чунсăрскерсем мар иккен.

Вĕсем Тамара чирлĕ чух киле пыра-пыра каяççĕ, тата пушă алăпа та мар… Кăмăл çук çĕртенех йăпатма, хавха­лантарма пăхаççĕ.

Рая та хисеплет тесе Тамара нихçан пуçа илменччĕ. Вăл комсомол пухăвĕсенче мĕнпе те пулин чуна тивертсе илетчĕ-илетчех. Тамара ăна çавăншăн чăтма çук юратмастчĕ. Вăл хăйне Тамарăран лайăхрах, ăслăрах та пултаруллăрах пек кăтартасшăн ушăнса çÿрет тесе шутлатчĕ.

Валентин тата? Рая каланă тăрăх, унăн Тамарăна тем каламалли пур иккен. Унăн, тен, леш çыру пирки тем калаçмалла? Анчах мĕншĕн-ха ун çине пăхсан, ăна курсан чĕрере пĕр хĕлĕх те чĕтренмест халь? Чăн та, мĕн тери айван туйăмсем пулнă Тамарăн ун чухне. Пачах юрату мар, темĕнле юрату шыранă вăхăт пулнă пулас, — кама та пулин юратас, юраттарас ачалла айван туйăмсем… Çавсене вара Тамара чăн-чăн туйăмсемпе пăтраштарнă-и? Тамара халь кирек те кама савас пулсан та… Çук, çук! Кам пулсан та, вăл Валентин мар! Çапах та ăна мĕншĕн çилленес-ха?

Учительсем тата? «Вĕсен ĕçĕ çавă та — муталаççĕ пире». Çапла шутлатчĕ Тамара. Акă халь вĕсем Тамара шкула таврăннăшăн хавас. Тамара вĕсене хăйĕн утăмне, хусканăвне пĕр курса, пĕр пĕлсе тăнăшăн кураймастчĕ. Вĕсем ним йÿтĕмсĕрех вăрçма сăлтав Шыранăн туйăнатчĕ.

Тамарăна усал тăвасшăн пулнă-ши вĕсем? Елена Сар­доновна кăна мар-çке-ха шкулта. Çук-им ырă учительсем, ырă ачасем?

Райăпа малтанах туслашнă пулсан та, тен, çак инкексем, асапсем пуç çине йăтăнса анмĕччĕç. Ун чухне, тен, пурнăçăн тÿнтер сийсенчен малтанах пăрăнса иртме май çаврăнатчĕ.

… Акă шăнкăрав! Пĕрремĕш урока ларма чĕнекен малтанхи шăнкăрав сасси… Шăнкăрав сасси паян шкулсăр, юлташсемсĕр тусăнса[xxiii] çитнĕ Тамарăшăн пачах çĕнĕлле янăрать: уççăн, шанчăк парса, таçта çирĕппĕн утма чĕнсе.


Студент практикантсем автобус станцине пухăнчĕç. Чи малтан Гена çитрĕ, унтан Нинăпа Феня, кайран ыттисем те.

Нинăпа Феня, çÿхе пальто çеç тăхăннăскерсем, шăнса кайнă та ăшăнма тесе тĕрткелешеççĕ, пĕр урине теприн çумне тапкаласа, юра нăтăртаттарса каллĕ-маллĕ уткалаççĕ. Ыттисем хăйсене сырса илнĕ ачасенчен ниепле те уйрă- лаймасăр çул варринчех тăраççĕ-ха.

Гена мĕн килнĕренпех автобус кĕтмелли хÿшĕ умĕнче уткаларĕ.

Практика пĕтнĕ ĕнтĕ. Каллех вĕренÿ пуçланать…

Генăн хăйĕн те вĕренмелли нумай-ха — вĕрентме вĕрен­мелли!

Иртнĕ икĕ уйăх… Мĕн чухлĕ ăша вĕçермелли, кулянмалли пулнă унта! Анчах ку учитель ĕçĕн пуçламăшĕ çеç-ха, тĕрĕссипе, пуçламăшĕ те мар — ум сăмахĕ çеç.

Пĕтĕмпех малта халь — йывăрлăхсем те, çĕнтерÿсем те. Çăмăл-им çĕнĕ ĕмĕрĕн çĕнĕ ăрăвне пăхса ÿстерме? Çĕнĕ ĕмĕрте пĕр япăх çын та ан пултăр, пĕр усал ача та…

Усал ача? Пур-и-ха вăл учительшĕн усал ача?

Учительтен нимĕнле усал ача та çук, вĕрентмелли ача кăна пур. Никам та çĕр çине «усал» çуралман, вăл кайран пăсăлса кайнă — учитель ачан пĕр-пĕр кăлтăкне вăхăтра асăрхаманнипе, ача япăх учитель аллине çакланнипе т. ыт. те. Çĕр çинче, кам пулсан та, япăх учитель çеç пулас марччĕ. Çĕр çинчи мĕнпур киревсĕр çынсемшĕн япăх учитель айăплă. Мĕнпур киревсĕр этеме вăл çуратнă…

Гена автобус киличченех çакăн пек шухăшсемпе утка­ларĕ.

Автобус­а кĕме тăрсан вăл хăйне такам ятран чĕннипе каялла çаврăнчĕ.

— Геннадий Васильевич! — чĕнчĕç ăна.

Кусем 9-мĕш класс хĕр ачисем иккен.

— 9-мĕш класс ячĕпе çакна йышăнма ыйтатпăр.

Чĕп-чĕрĕ чечек! Ăçтан тупнă вĕсем ăна хĕлле?

— Тавах, — терĕ Гена. — Анчах шăнса каймасть-и вăл çитиччен?

— Эсир ăна хĕве чикĕр, — терĕç хĕр ачасем.

Гена ачасемпе сывпуллашрĕ, автобуса кĕме васкарĕ. Вара вăл çул тăршшĕпех хăй куçĕ умĕнче 9-мĕш класс ачисене курса пычĕ.

Тамара пирки шухăшларĕ.

Усси пулчĕ-ши Гена ĕçĕнчен?

Чăн та, Гена ун çинчен тĕплĕ характеристика çырса хăварчĕ ĕнтĕ. Вăл учительсене кăшт пулăшма тивĕç. Çакăншăн директор хăех Гена умне пырса ал тытрĕ.

Тата мĕн?

Тата çÿлтен вĕçсе анакан çынна ÿксе аманасран мĕнпе пулăшма пулĕччĕ-ши?

Çапла, вĕçсе анакан çынна. Гена практикăна пынă тĕле ĕнтĕ хĕр ача «татăлса аннă». Гена килнĕ вăхăтпа хĕр ача хĕррине çитсе тăнă вăхăт пĕр килни çеç — нумайăшне Гена çине тÿртен пăхтарчĕ.

Тамара — капла калама майĕ килет пулсан — шкулăн, кил-йышăн чи сисĕмлĕ тĕкĕрĕ.

Тамарăна вара халь чи кирли — çывăх юлташсем. Кун пек юлташсем халь уншăн, Вера Федоровна шутланă тарăх, иккĕ: пĕри — Рая, тепри — пĕрле вĕренекен Вова, Тамарăсен кÿрши… Ку ачасемпе çыхăну тытни Тамарăшăн пĕрре те сарăплă мар. Кунсăр пуçне Вовăна та Тамара пек хăюллă, чăрсăр хĕр ача туслăхĕ çеç усăллă пулма пултарать-мĕн, мĕншĕн тесен ăна килте ама çури пусмăрласа çитернĕ иккен. Вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнни вĕсене иккĕшне те ырă енне улăштарма пултарнă.

Эпилог

Ялтан вун ултă çухрăмри вăрманта илнĕ утта çулма ик-виçĕ мăн çынна тата шкул ачисене яма шутларĕç.

Вун виçĕ çын виçĕ лавпа ирех çула тухрĕ.

Малти айтур урапа çинче виççĕн: колхозри экономист Мирон Титович Вирцов, типшĕмрех тăлпан кĕлеткеллĕ те çÿллĕ çамкаллă, кăвакарчăн пек йăваш кăмăллă арçын, отпуск вăхăтне уçă сывлăшра ирттерме шутланăскер, унтан — унăн ывăлĕ Вова, пÿ-сирен те ашшĕнех пăхнă та — ашшĕ пекех икĕ пуç çаврашкиллĕ, çырă çÿçлĕ, хăмăр куçлă йĕкĕт тата Настя конюх, утă çулма каякансене леçме пыракан арçынла хĕрарăм.

Иккĕмĕш урапа çинче пиллĕкĕн: тăватăм çул естест­вознани вĕрентнĕ, халĕ пенсие тухнă Семен Павлович учительпе Геннадий Васильевич çамрăк учитель, унтан икĕ хĕр тантăш — Тамарăпа Рая, юлашки, Тамарăн курма килнĕ куккăшĕ, Можаев майор, вырăсра нумай пурăннă пулин те чăвашла таса калаçаканскер.

Хыçалти кĕмсĕркке урапа çинче — 9-мĕш класс пĕтернĕ виçĕ арçын ачапа икĕ хĕр ача.

Шкул ачисене кăçал институт пĕтерсе хăй практикăра пулнă çак шкулах ĕçлеме килнĕ Геннадий Васильевич ертсе пырать. Шкул ачисен çакăн пек бригад­и­сене вĕрентĕве производствăпа çыхăнтарас юхăм сарăлнă май пур çĕрте те йĕркеленĕ. Кун пек бригадăсен усăллăхĕ колхоз ĕçĕшĕн кăна мар, вĕрентÿшĕн те пуррине учительсем ĕнтĕ туйнă. Класра пĕрле ларакан ачасем те уй-хирте пачах урăхла: шкулта чĕмсĕррисем — кунта шавлă, харсăррисем — лăпкă, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманни­сем — отличник­сен­чен те малта.

Учителĕн те кунта, ялан ачасем хушшинче пулнăран, вĕсемпе пĕрле шÿт тумалла та, вылямалла-кулмалла та е вăхăтлăха ху камне манса ачасен шайне «анмалла» та килет, паллах, вĕсем асăрхами тантăш çеç пулса ларас шая çитиех мар ĕнтĕ: учителĕн кирек хăçан та учителех пулмалла. Кунашкал çĕрте ахаль çеç каланă пек сăмах та ача чунне витерет.

Çавăнпа шкул ачисен бригади­н­чен нихçан та пĕр-пĕр учитель татăлман. Ачасем те ытларах класăн-класăн пайланса ĕçленĕ.

Колхозăн çак инçетри утине çулма кайма çеç 9-мĕш класс ачисемпе пĕрле ытти çынсем те ерчĕç. Çавăнпа пулĕ кăçал вăтам шкул пĕтерсе тухнă Вова малтанхи самантра 9-мĕш класс ачисем хушшинче хăйне хăй ытлашши пĕччен пек туйса пычĕ.

Лавсем лапамра ларакан ялтан тÿрех улăха тухаççĕ те çурçĕр-хĕвел анăçнелле пăрăнса çухрăм инçĕшĕнченех сĕвекленекен тÿпе мелле хăпараççĕ.

Пĕр-икĕ кун хăмăт курмасăрах тулăх апат çинче тăнă ут­сем ниепле те кĕлеткисене çăмăллатса, урисене çемçетсе юртă çине куçма йĕркеленсе çитеймеççĕ: чуманланаççĕ, юл- хавланаççĕ, пĕчĕк сăлтавпах чарăна-чарăна тăраççĕ те — урапа айĕнчен кăпăк купи çатăртатса хыçала юлать.

Малти урапа çинче Вова, урисене çĕре усса, ашшĕпе çурăмпа çурăмăн сылтăм ÿрече çинче ларать. Настя тилхепе тытнă май сулахай енне чи мала вырнаçнă. Пĕшкĕнмессерен унăн кĕпи витĕрех çурăмĕ çинче виçĕ мăкăль сиксе тухать. Вăл е-ей! тесе уçкăртать те тилхепене хуçлатса малалла ÿпĕнет. Карт туртăннă урапа ăна каллех малтанхи пек тÿрлетсе лар­тать. Вовăпа ашшĕ вара, кĕлеткене тÿрĕ тытма ĕлкĕрей­мĕнскерсем, ÿкеслех сулăнса каяççĕ.

Тин тухнă хĕвел хыçран пăхать. Тÿпе янкăр тăрă. Хĕрлĕ хĕвеллĕ кун пуласси паллах.

Курăксем çинче — кăваккăн-хĕрхĕлтĕмĕн ялтăракан сывлăм. Çул çинчи тусан та çиелтен сывлăмпа пусăрăннă. Тусанăн нÿрĕ сийĕ урапа кустăрми çумне çÿхен çыпçăнса хăпăнать те — хыçала урапа йĕрĕ тăрăх типĕ шурă тусан тухса юлать, сăмсана сунас­лат­тар­малла­х йÿççĕн пырса çапать.

Вовăна йĕри-тавралăх пĕтĕм талккăшĕпех темĕнле ый­хăран çывăрса тăранаймасăр вăраннă хыççăнхи пек тĕлĕклĕн-мĕнлĕн, кăтăшлăн-мĕнлĕн те асамлăн курăнать.

Сулахай енче тĕтреллĕ улăх, шыв армань пĕви. Улăхра та, пусу çинче те тин çеç ялтан тухнă ĕне, сурăх касăвĕсем çÿреççĕ.

Урапа çинчи çынсем шухăша кайсан утсем те айтаса пыманнине кура хуллентерех те хуллентерех утма тытăнаççĕ, чарăнсах тăраççĕ. Настя вара каллех тилхепине хуçлатса сывлăшра çавăрать, çавăрать те ша-ап! тăсать лашана. Утсем тепĕр лам юртса илеççĕ. Хыçалти урапасем çинчи ачасем кĕçех юрă пуçлаççĕ. Вова тавралăха сăнанине пĕрлех кайри урапасем енне те пăхкаласа илет. Хушшăн-хушшăн ăна малалла ÿпĕнсе пăхакан Тамарăн пуçĕ е симĕс кĕске чăл- халлă, кĕлесĕр пушмаклă ури курăнса каять.

Тамарăна курсанах нервăсем темĕнле питĕрленеççĕ. Çакăн пек самантра Вова хăй те айванла курăнать пулмалла. Тем­шĕн-çке Тамара умĕнче намăс пек туйăнать.

Тамара пек тÿрĕ чунлă, ăслă хĕр ача хальччен тĕл пул­манччĕ. Вăл хăй тĕнче илемĕ, хĕвел пекскер, хăçан та пулин пĕр-пĕр уйрăм çыннăн савнийĕ пулĕ тени те ăс-пуçа шăнăç­ман. Çĕр çинче вăл хăй пек илемлĕ çынна çеç шырать. Апла пулсан сан енне чĕри выртман çынпа, хăвна тĕртсе ярассине пĕле тăркачах, мĕншĕн чунра вĕри туйăм хускатса ăша кăлăх çунтармалла, сăмахран, хăвăнтан икĕ çул кĕçĕн хĕр ачашăн?

… Тăвайккинчен хăпарнă чух пурте урапа çинчен анаççĕ, Вирцов йывăррăн туртакан лашана пулăшма урхалăх пу­шатать.

Лавсем лавккаллă ялта чылаях чарăнса тăнă хыççăн каллех малалла каяççĕ, вăрмана кĕреççĕ.

Çÿллĕ те яштак хырсен лăсси-турачĕсем чăн тăрринче çеç юлнă та — пĕрлешсе кайса пĕтĕм вăрмана çиелтен аслăк çи пек витсе тăраççĕ, Çав «аслăк» айне вара тĕрлĕ лутра йывăçсемпе чăрăшсем кĕре-кĕре тăнă.

Йăмăх хĕвел çутипе шарнă куçсем хырлăх айĕнчи тĕттĕме час хăнăхаймасăр малтанхи самантрах — çуркунне «куç тула юлнă» пек — ним те палăртмаççĕ.

Кунта çулĕ тĕпренех йывăç тымарĕсемпе каркаланнă. Лакăмсенче халĕ те-ха виçĕм кунхи çумăр шывĕ кÿлленсе тăрать, тĕл-тĕл çăрăлчăк. Шÿсе тăраннă çĕр урăх пĕр тумлам та хăй ăшне сăрхăнтараймасть, шыв урапа кустăрми айĕнче тикĕт пек хуралса, çăрăлса пăтранать те кустăрма тавра явăнса юхать.

Вăрман сĕмлĕхĕнче ăçта пăхнă унта хăрăк шанкă япăнса выртать. Вĕсем выртнă çĕртех вут пуççи пек таткаланса-çĕрсе кайнă та — çĕр çумне пусăрăннă, пĕр вĕçĕнчен çĕклесен хăй йывăрăшĕпех пĕр-ик тĕлтен хуçланать, ăна, шÿсе çемçелнĕ тата хĕрсе кайнăскерне, пăрсан вĕри шыв юхса тухать.

Утсем тавра ĕнтĕ шултра пăвансем явăна пуçларĕç. Утсем текех е аяк, е чара çинчи тирĕсене чĕтрете-чĕтрете илчĕç.

Вăрмана çитсен ачасем харпăр тĕллĕн саланса вăрман ăшшĕн пычĕç. Геннадий Васильевич вĕсене: «Питех аякка ан кайăр, çĕтсе юлăр тата», — тесе асăрхаттарса пычĕ. Хĕр ачасем унтан та кунтан ау! кăшкăрашса е сулахайра, е сылтăмра вĕлтлетрĕç. Кĕçех Райăпа Тамара та пĕрер шĕшкĕ туратти хуçса тухрĕç те хаваслăн çуйхашса ута тапăнакан пăвансене хăвалса утрĕç.

Малти лашана та е каçанĕнчен, е ырçинчен Вирцов ывăç тупанĕпе çапкаласа илчĕ, аллине вара пăван юлашкинчен атă кунчи çумне сăтăрса тасатрĕ.

Лавсем часах çÿллĕ хыр-чăрăш айĕнчен уçă вырăна тухаççĕ. Кунта вăрмана пĕр çич-сакăр çул каялла каснă та вĕсен вырăнне ретĕн-ретĕн юман, хыр, каврăç хунавĕсем лартнă. Вĕсене йăлтах вăрман курăкĕ, шĕшкĕ, ăвăс, çĕмĕрт, пилеш пусса илнĕ. Çакăнта çулмалла ĕнтĕ утă: каврăç, юман ху­навĕсене курăкран тасатмалла.

Сĕтеклĕ курăка утсем те пынă çĕртех çул çинчен пăрăнса пĕрер çăвар татса илмесĕр тÿсеймеççĕ.

Лавсем вăрмантан тухма пĕр çур çухрăма яхăн юлсан чарăнаççĕ. Арçынсем ут тăвăраççĕ. Настьăпа хĕр ачасем ут хатĕрĕсене урапа çине купалаççĕ, тилхеписене хутламăн- хутламăн хуçлатаççĕ.

Геннадий Васильевич ачасене урапа çинчен япаласем пушатма пулăшать, унтан хÿшĕ тума вырăн шырама каять, хĕр ачасене шыв шырама чуптарать.

Можаевпа Вирцов, Семен Павлович тата Вова çулмалли çаран тавра утса çаврăнаççĕ.

— Паян çава тытса ятне те тăвас мар, — килĕшсе сăмах татаççĕ мăн çынсем.

Унтан арçынсем хÿшĕ валли йывăç касма каяççĕ, хĕрсем кăвайт пуçтараççĕ, шыв ăсса килеççĕ, çĕр улми шуратаççĕ.

— Хÿшшине хĕрсем валли тусан çитĕ, хамăр ирĕкре те антрамăпăр, — тет Можаев. — Лайăх йывăçсене касма шел.

Апат хыççăн Геннадий Васильевич шкул ачисене хăй тавра пухать. Вирцов, Семен Павлович, Можаев, Вова уйрăм ушкăна лараççĕ.

Каç енне таçтан вăрăм туна тĕркисем çăмха çăмхаланă пек çаврăнса тапса килеççĕ. Вирцов вара кăвайт çине чĕрĕ чăрăш лăсси, чĕрĕ çулçă-çапă хуçса пăрахать те — вĕсем тивсе иличчен шап-шурă çăра тĕтĕм йăсăрланса тăрать, вăрăм тунасене кăвайт çывăхĕнчен хăваласа каять. Анчах тĕтĕм сирĕлсенсх вĕсем, çапла тĕтĕмпе тарăхтарнăшăн ха­ярланса кайнăскерсем, каялла вирхĕнсе çитсе малтанхинчен те хытăрах тапăнаççĕ. Ут çине пырса ларнă вăрăм туна кĕлетки пăхса тăнă çĕртех мăнтăрланса, хĕрелсе-хĕрелсе пырать.

Вăрăм тунасем кĕпе витĕрех çыртнăран хĕрсем тутăрсемпе пĕркенсе лараççĕ.

Вовăсен ушкăнĕнчи арçынсем малтанах ачасем шавлăн калаçнине, юрланине ним чĕнмесĕр итлесе лараççĕ, чĕлĕм чĕртсе яраççĕ, кайран тин ун-кун çинчен сăмах хупкаласа илеççĕ.

— Ĕлĕк ку вăхăтра утă çулман, — тет Семен Павлович.

— Халĕ халăх ăсланса кайрĕ, — тет Можаев.

— Да-а, — тет Вирцов. — Мĕн çăвара илчĕ — çавна тăватех.

Унтан Можаев кĕтмен çĕртен Вовăн ама çури амăшĕ çинчен сăмах хускатать:

— Мĕнле арăм тупнă эсĕ, Мирон Титович? — Çамкине хĕссе илет вăл. — Е эсир хăвăр ăна çав тери картмастăр-и?

Ама çури Вовăна ытларах ашшĕ командировкăсенче чух асаплантарнă. Вирцов хăйĕн иккĕмĕш арăмĕ мĕнлине пĕл­нĕ, анчах вăл ама çури картманлăхĕ çамрăк ача чунне йывăр тивет тесе шутламан. Чăн та: «Мĕн тăвас ку хăлăхсăр арăм­па? » — тесе шухăшламан мар вăл, анчах ват пуçпа арăм уйăрасси хăйĕншĕн те, Вовăшăн та пысăк хурлăх пек туй­ăннă.

— Кăмăлĕ çапла ун, — тавăрать Вирцов. — Нерви пăсăк.

— Нервăна ăна лăнчă яма юрамасть, — тет Можаев.

— Мĕн тăвас тен… Тытаймасть, — калать Вирцов. — Малтанхи упăшки вилнĕ. Хăй вăл çав тери ачашăн çуннă, анчах пĕр ача та пÿрмен ăна. Çакна май пурăна киле мĕнпур ача çуратакансене, унтан мĕнпур ачасене тÿсейми пулнă. Хам та, Вова та нихçан урлă каламан. Юратмасть ачасене. Пулать-çке çавăн пек. Сăмахран, пĕр-пĕр ăстаçă, калăпăр, юрăçă пулма ĕмĕтленсе ĕмĕрне ирттернĕ çынсемпе те çавăн пек килсе тухать. Тăрмашать, тăрмашать… Мĕнле юрă пурччĕ-ха.

Çтаппан çăпата тăвать тет.

Тăвать тет те макăрать тет, —

Çăпати сулахай пулать тет.

Çаплаччĕ-и? Унăн та çавăн пек. Юлашкинчен вăл мĕнпур юрăçсене тÿсме çук курайми пулса çитет. Вĕсем çинчен тĕрлĕ элек сарма, вĕсен ятне вăрлама пикенет. Çапла-и, Семен Павлович?

— Туйĕнче пулман, юррине илтмен, — тавăрать лешĕ ытарлăн.

Нумайччен калаçса лараççĕ арçынсем. Калаçу тăрăна- тăрăна кĕрсе пыра пуçласан ыйхă çинчен аса илеççĕ. Шкул ачисем çывăрма выртнă та ĕнтĕ. Хĕр ачасем пĕр Хÿшше, арçын ачасем — теприне.

— Ну, кĕçĕр çитĕ ку таранччен вăрăм тунасене тăрантарса ларнипе. — тет Семен Павлович та.

Тăватă арçын уçă çĕрех утă сараççĕ те юнашар тăсăлса выртаççĕ, çиелтен икĕ çиттипе йĕркелеççĕ.


Ирхине ашшĕ Вовăна хĕвел тухичченех вăратрĕ. Вова пит çума вар хушшине анчĕ. Кунта пĕртен-пĕр ĕçмелли — шыв лупашки. Шывĕ хĕрлĕ хăва айĕнче, тăппăмра. Тĕсĕ сарăрах та — тути техĕмлĕ мар, сĕлтĕ пек çемçе, кăшт тăварлăрах тата кăнтăрла ăшăнса каять; лĕп — ăша та уçăл- тараймасть.

Çак шыв патнех юрлакаласа Тамара анчĕ. Ун сасси çывхарнăçемĕн Вова васкарах шăлăнкаларĕ те майкине тăхăнчĕ, хăй сисмесĕрех тĕмĕсем ăшнелле пăрăнса кĕчĕ. Пĕр хушă вăл хĕр ача кĕпе аркисене пăчăртарах хĕстерсе çыран хĕррине майлашса ларнине, арçын ачан пек кĕске çÿçне туранине пăхса тăчĕ. Хĕр ача ăна юмахсенчи çынна астарма кÿлĕрен тухса ларнă пирĕшти пекех туйăнчĕ. Вова вара тăвайккинчен хăпарчĕ. Тăвайккинчен васкаса хăпарнипе пулас унăн чĕри хытă сикме тытăнчĕ, чунĕ темшĕн эрлĕк­ленсе ыратрĕ.

Ирхи вăрмана кĕçех тапхăр-тапхăр кăшкаçла çава çупни, халь кăна килсе иленнĕ çĕн кайăксем пĕрне-пĕри сасă парса чĕннĕ евĕр е пĕр енчен, е тепĕр енчен илтĕнсе хускатрĕ. Çава кăшкаçланă сасăсем хыççăн пĕтĕм уçланкă харăс сулнă çавасем айĕнче темĕнле улăпсем хаш-штик! хаш-штик! хашканă майлă илтĕнсе тăчĕ. Вăрман кайăкĕсем малтанах ку сасăран хăраса шăпăрт пулаççĕ, кайран тин, хăнăхса, хăйсем те сасă пăркаласа илеççĕ.

Вăйран туртса кăларнă çава айĕнче сунчăк майлă варăш кĕпçипе, куккук урипе, сĕлĕ майлă сĕсенпе пĕрле хурăн çырлисем касăла-касăла ÿкеççĕ. Сулхăнра вĕсем шултра та таса, сăрт çамкинче — вĕтĕрех те, хуралнă, кайăк сăхнă. Çăвара хыпсан уй хăнкăли тути калать.

Мăн çынсем çаранăн пĕр пуçĕнчен, шкул ачисем хăйсем уйрăм тăрса тепĕр пуçĕнчен çулаççĕ. Йывăçсем хыçĕнче хăвăн умăнта çулакан та курăнмасть.

Курăк ăшĕнче ăçтан килчĕ унтан шăрчăксем сике-сике ÿкеççĕ.

Вова тапхăр-тапхăр çуласси çинчен мансах утă ăшне çырла шыраса кĕрсе каять, хĕвеле хирĕç пăхнипе çырлисем хура курăна пуçласа куçран çухалсан тин çĕнĕрен çулма тытăнать.

Шкул ачисен ушкăнĕ енчен те Геннадий Васильевичăн: «Юрĕ, юрĕ, çырлине кайран çийĕпĕр», — тенĕ сасси ил­тĕнкĕлет.

Ирхи тухăмра чылай çулаççĕ.

Кăнтăрла тĕлне çанталăк чăтма çук шăрăхлатать. Вова каллех шыва анать.

Пăвансем те шыв патне пухăннă. Çиелте шыв такисем ярăнса çÿреççĕ. Вова котелока шыв ăшнех путарать те хăвăрт туртса кăларать. Котелока çапла кăларнă май çÿп-çап аяккалла сирĕлсе юлать, çав-çавах пĕр шыв таки те пулин лекетех.

Вова тăвайккинчен хăпарма та тăнăччĕ ĕнтĕ — çырмана хĕрсем чупса анчĕç.

— Вова, Вова! — терĕ Тамара, малтантарах чупса аннăскер. — Мана шыв ярса пар-ха, юрать-и?

Вова ним сăмахсăрах Тамарăн йĕкĕрлесе тытнă ывăçĕ çине шыв ячĕ. Вăл куçсем хире-хирĕç пулсан хĕр ачан куç шăрçи (те хĕвел çинче шарса кайнипе вара) çав тери пĕчĕккине асăрхарĕ, çил унăн кĕлеткине пăчăртаса кăтартнă май хĕр епле халь йăлтах пĕве çитнине курчĕ.

— Итле-ха, Вова, — тет Тамара. — Сасăсенчен ылмаш­тарса тĕрлĕ юрă тума пулать, çапла-и? Ак, калăпăр, тĕрлĕ чечек шăршисенчен юрă тума пулать-и? Сăмахран, улăхра тĕрлĕ шăршăсене пула темĕнле илемлĕ юрă итленĕ чухнехи пек туйăнса каймасть-и сана?

— Ăсран тайăлнисен пулать те пуль, — хăй тĕрĕс кала­маннине пĕлсех сиввĕн калать ăна Вова.

— Çук, суятăн! — тавăрать Вовăна хирĕç Рая. — Пуян чунлисен!

Вова хĕрсене хирĕçлесе калать пулин те çак тавралăхра, чăн та, чуншăн пачах çĕнĕ юрă пуррине туйса тăрать.

Кăнтăрлапа каллех кăвайт умне пухăнаççĕ. Хăмла çырли тата чей курăкĕ ярса чей вĕретеççĕ.

Вовăпа ашшĕ пĕр куркаран ылмаш-тĕлмеш чей сыпкаласа сухари çиеççĕ.

Тамарăпа Рая пуринчен малтан çисе тăранса çерем çине чавсаланаççĕ те кĕнеке вулаççĕ. Хăйсен кĕпе аркисене курăк симĕсси çапнă.

Тамара пĕрехмай Вова çине пăхкаласа илет. Вова тÿррĕнех пăхма хăймасть, ăнсăртран пек çеç пăхкалать; хĕрсем ура çине тăрсан вĕсен ал тунисем çине курăкĕнчен урлă-пирлĕ хĕрлĕ йĕрсем çапăннине асăрхаса юлать.

Вовăн ĕнтĕ Тамара кунта пулнăшăн чун тăвăрланмасть. Пачах урăхла, темскер ăшăтса тăнă пек вăл кунта чух.

Вăл кунĕпех çак темĕнле ăнланмалла мар туйăм тыт­кăнĕнче çÿрет. Хушшăн-хушшăн шкул ачисем енчен Тамара сассине илтсен çак туйăм çĕнĕрен амаланать. Каçхине вăл хăй сисмесĕрех кăмăлĕпе пăлханса кăвайт умне утать.

Каçхи апат хыççăн Геннадий Васильевичпа шкул ачисем çывăхри яла çамрăксен вăййине курма каяççĕ, Ытти арçын­сем, Вовăна япаласем пăхма хăварса, çывăхри утар хуралçи патне утаççĕ,

Вова куç умĕнчех асамлăн илемленсе пыракан тавралăха ăвăнса сăнать.

Тапхăр-тапхăр çут çанталăк ăна юмахри пек туйăнса каять. Чăнах та… Хыçра хура вăрман, малта уçă вырăн. Хĕвел тин çеç çÿллĕ хырлăх хыçне аннă. Умри йывăçсемпе курăксем çине туй тĕслĕн хĕрелнĕ пĕлĕт çути ÿкет.

Шăп. Çав тери шăп. Анчах таврара кас-кас пурнăç та, тĕнче те чарăнса ларнă пек, çак шăплăхран та шăплăх пулса каять. Вова вара тĕлĕнсе пуçне çĕклет те ăнкарма тăрăшать: «Мĕн ку? »

Э-э! Паçăртанпах пĕр вĕçĕмсĕр чăрлатса ларнă шăр- чăксенчен пĕри чарăннă иккен. Сан хăлху, ăна илтсе йÿçĕхнĕскер, çа» вĕçĕмсĕр, пĕр евĕрлĕн тăсăлакан сасса та танлăхпа пăтраштарса янă-мĕн. Тăнласа итлесен тин таçта аякра-аякра, çырма леш енче-и, халĕ те-ха шăрчăк чăрлат- нине илтетĕн. Анчах сана çырма леш енче пек туйăннă шăрчăк та — алă тăсса çитмелле çĕртех.

Вова çапла çут çанталăкпа киленсе ларнă май тахçанах каç еннине те сисмест.

Кĕçех утара кайнă арçынсем те, яла кайнă шкул ачисемпе Геннадий Васильевич та таврăнаççĕ. Утара кайнисем пурте кăшт хĕрĕнкĕ. Яла кайса килнĕ ачасем шавлă, хаваслă. Вĕсем темĕнле çĕнĕ юрăсем вĕренсе килнĕ.

— Вова, — тет Геннадий Васильевич, — эсĕ мĕншĕн пирĕн ачасенчен ютшăнатăн? Юрамасть апла. Аслă юлташа кĕçĕн юлташсем яланах хисеплеççĕ.

Унтан Геннадий Васильевич ал сехечĕ çине пăхса илет те кĕтмен çĕртен шăхăрса ярать.

— Фи-ю-ю! Çур çĕр çитнĕ! Вырăн çине, ачасем, вырăн çине!.. Ыран хĕвелтен çывăрса юлăпăр тата.

Шкул ачисем кунта вăрманта та хăйсен ĕç кунне лагерь режимĕпе йĕркелесе янă. Ирхине ултă сехетре тăмалла, зарядка тумалла, çăвăнмалла, çиччĕре апат çимелле, сакăр сехетре ĕçе тытăнмалла. Пĕр ача черетпе дежурнăй пулать, вăл ĕçе каймасть, япаласене сыхлать, апат пĕçерсе ха­тĕрлет.

Вова чылайччен çывăрса каяймасть.

Ирхине вĕсене Геннадий Васильевич тăратать, зарядкине хăй тутарать. Вун иккĕ çурăра апат çиеççĕ, пĕрре çурăччен канаççĕ, унтан тепĕр сехет — вулав сехечĕ: мĕн те пулин вулаççĕ е каласа параççĕ.

Ăна малтанах кÿршĕ ялта яшсем вăйă калани илтĕнсе тăрать. Тапхăр-тапхăр юрă ялтан мар, çакăнти уçланкăранах илтĕнет пек.

Тахăш йывăç çинче эрешмен çăварне лекнĕ темĕнле кăпшанкă сĕрлеме, нăйкăшма тытăнать.

Вова кĕске çиттие, вăрăм тунасенчен хÿтĕленсе, е ура çине, е пуç çине туртса витет — вăрăм тунисем çапах хăлха патĕнчех нăйлатаççĕ, хĕве те кĕрсе каяççĕ. Вова пĕр авăк тĕлĕрсе кайма та пуçланăччĕ — инçех те мар ÿхĕ ÿхĕрсе янипе каллех вăранчĕ, Хăй шăнса кайнă, тата мĕнпур çара вырăна вăрăм тунасем ларса тулнă, пĕтĕм кĕлетке тĕлкĕшсе вĕтеленет. Ашшĕ ыйхă тĕлĕшпе ун çинчен çиттие туртса илсе хăй айне яваласа кĕртсе янă-мĕн. Вырăн çинче те кăпшанкăсем чупаççĕ.

Вова тăрса ларчĕ. Семен Павлович пыр шăтăкĕнче те­мĕнле çÿхе кантăк çĕмĕрĕлнĕ пек çарлаттарса ÿсĕрсе илчĕ. Çывăхранах, çывăракан çынсем çине чарăнсах пăхса тăрса, тилĕ юртса иртрĕ. Улăх енчен, кивĕ ал сехечĕн пушаннă вăйсăр пружинине пăрса хытарнă пек, çемçен чăрлаттарса карăш авăтрĕ.

Хĕрсен хÿшши енчен те çулçă чăштăртатни илтĕнчĕ.

— Вова! — илтрĕ йĕкĕт сасартăк. — Пăх-ха, мĕн çав?

Тем хушăра хÿшĕрен тухнă Тамара аллипе юман айнелле тĕллесе кăтартрĕ.

— Мĕн? — ăнланаймарĕ Вова, вара хĕр ача кăтартнă çĕрелле пăхрĕ. Унта, чăн та, пĕчĕкçĕ лампочкăсем çуннă пек, симĕсрех çутă пăнчăсем ялкăшса тăраççĕ. Вова хуллен çутă пăнчă çинелле утрĕ.

— Çутă хурт, — терĕ вăл ун патне çитсен. Тамара та Вова умне чупса пырса кукленчĕ. Вова хурта ывăç тупанĕ çине илсе хучĕ.

— Кăтарт-ха, кăтарт. Çавăн пекех çутă çунать-и вăл? — Вовăн ывăçне хăй патне туртрĕ хĕр ача.

Вова, тем калама çăвар уçнăскер, хĕрĕн вĕри сывлăшĕ пите çапăнсан ура çине тăчĕ. Тамара та хăвăрт çĕкленчĕ.

— Ав лере татах пур, — терĕ вăл сасартăк, вара хырлăх айне чăмрĕ, — Вова, Вова! — кăшкăрчĕ вăл унтан. — Кур, ку епле хитре! Çыртмасть-и вăл?

Çак çĕкленчĕк сасса илтсе Можаев вăранчĕ.

— Мĕн унта? — илтĕнчĕ ун ыйхăллă та çăвар тулли тем чăмланă пек сасси. — Ма çывăрмастăр эсир? Тамара!

Çамрăксем хирĕç ним чĕнмесĕр хăйсен вырăнĕсене утрĕç.

Вова ир енне çеç, вăрăм тунасем тапăннине пăхмасăрах, çывăрса кайнă.

Тепĕр кунне Вовăна кĕтмен çĕртен пĕр япала тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Вăрмантан чуна çав тери çывăх сăмахсем илтĕнсе кайрĕç:

Ăçта-ши эс, манăн чун-тусăм?

Эс кам-ши, мана шыракан?

Сана ман курасчĕ.

Часрах тĕл пуласчĕ —

Пăхса çеç илесчĕ куçран.

Ку Вова сăвви. Ăçтан вулама пултарнă ăна Тамара? Вова хăй сăввисене нихçан никама кăтартман-çке. Тата кам кĕвве хывнă ăна? Вова пĕрехмай чарăна-чарăна тăрса шухăша кайрĕ.

Килех эс, килех, кĕтнĕ тусăм.

Анчах эсĕ кам, чун-илем?

Куллен, тен, куратпăр.

Анчах чухлаймастпăр —

Ăçта пĕрлешеççĕ çулсем, —

çаплах янăрать юрă. Вова хальхинче пĕрре те иккĕленмест: ку чăнахах унăн сăвви, «Пулас тусăма» ятлăскер.

Вова çĕр çинче мĕн пуррине йăлт манса курăк çине ларать. Юрринчен чуна темшĕн кăшт эрлĕк пусать, Вовăн та ăш юрлать. Чĕре айĕнче темскер, мăян тăррине алла тытсан пÿрне вĕçне юлнă тусанĕ пек, çемçе те йăшăрка туйăнса тăрать.

— Çул, çул эсĕ, — ура çине тăратать Вовăна ашшĕ сас­си. — Мĕн вырханса ĕçлетĕн?

Вова пĕр хушă пикенсех çулать. Вирцов пирус чĕртет те ывăлĕ хăваласа çитиччен тăхтать.

— Эс, Вова, — тет вăл сасартăк, — карурах тыт-ха нерву­сене. Хĕр сассине илтнĕ те — пĕтнĕ çын. Ак, мĕн, халь ĕнтĕ пĕр каврăçа касса пăрахрăн; лесник курсан — штраф. — Ашшĕ касăлнă каврăçа илет те утă ăшне пытарса чикет.

Ашшĕ çине Вова ним ăнланмасăр пăхать, хирĕç нимĕн те чĕнмест.

Тамара паян, ахăртнех, дежурнăй пулмалла, вăл иртенпех йывăçсем хушшинче юрлакаласа çÿрет.


Паян, чăнах та, черет тăрăх дежурнăй — Тамара. Унăн ачасем валли кăнтăрлахи апат хатĕрлемелле, çавăнпа та ăна ĕçе илсе каймарĕç. Тамара ачасем ĕçе кайсанах икĕ сумка, пĕр котелок йăтса вăрман тăрăх кайрĕ. Сехет- сехет çурăран вăл пĕр сумкине кăмпа, теприне çемçерех кăшкар ути, котелока ик-виç стакан чухлĕ çырла тултарса таврăнчĕ те шыв ăсса килсе кăмпа пĕçерме çакрĕ, унтан çĕр улми шуратрĕ. Кăнтăрла тĕлне унăн виçĕ тĕрлĕ апат хатĕр те пулчĕ: симĕс яшка, ăшаланă кăмпа, çырла кĕселĕ.

Апат умĕн пĕр çур сехет маларах Геннадий Васильевич килсе кайрĕ.

— Ну, мĕнле сан ĕçсем, повар? — ыйтрĕ вăл вучах умне пырса.

— Пулчĕ-ха та, кăмпа ăшаласа çу ытларах пĕтерсе пă­рахрăм пулас, — тавăрчĕ Тамара.

— Вăл юрĕ-ха, кăмписене çиме юрăхлисенех татрăн-и?

— Йăлтах масла кăмпи.

Геннадий Васильевич çатмари кăмпасене тĕрĕслесе пăхрĕ.

— Маттур, — мухтарĕ вăл хĕр ачана, унтан витрери вĕри шыв патне пычĕ. — Ку мĕн? Чей-и?

— Вăл кĕсел тунă юлашки, вĕретнĕ шыв çеç. Чей ĕçме сахăр çук, йăлтах пĕтрĕ.

— Апла эсĕ акă мĕн ту, — хушрĕ çамрăк учитель. — Кĕселе малтан ан пар, вăл пуррине те тÿрех ан пĕлччĕр. Пурне те чей тултарса пар.

— Сахăрсăр-и?

— Çавăнпа калатăп та… Сахăрсăр чей пар.

— Мĕншĕн?

— Çавăн пек кирлĕ.

Геннадий Васильевич ачасене çăвăнтарма тесе пушă вит­репе ал шăлли илчĕ те каллех кайрĕ, тепĕр самантран вăл пĕтĕм бригадипех таврăнчĕ.

Апатне пĕр пысăк чашăкран çирĕç. Самаях ĕшеннĕ ачасем ытлашши сăмах вакламасăрах кашăксемпе ĕçлерĕç. Пуринчен ытла вĕсем кăмпана кăмăлларĕç.

Унтан Тамара чей лартса пачĕ.

— Мĕншĕн пылак мар?

— Сахăр çук, — терĕ Тамара.

— Мĕнле, пĕтнĕ те-и?..

— Пĕтнĕ, — тепĕр хут çирĕплетрĕ Тамара.

— Пĕррелĕхе пырĕ ĕнтĕ, — терĕ Геннадий Васильевич чеен тăр шыва чи малтан сыпса илсе.

Ачасем нумайăшĕ тăр чее тĕкĕнсе те пăхмарĕç. Пĕр кук тĕрриллĕ хĕр ача çеç, Сима, васкасах ĕçме пуçларĕ. Геннадий Васильевич васкамасăр сыпа-сыпах пĕр стакан ĕçсе ячĕ.

— Эх, ав-ван! — терĕ вăл. — Тултарса парăр-ха тепре. Мĕн тери ырă чее сахăрсăр ĕçме.

Тамара ун çине ним ăнланмасăр пăхса тепĕр стакан тултарса пачĕ. Ачасем те ерипе стаканĕсене тытрĕç. Геннадий Васильевич ачасем ним чĕнмесĕрех тăр чей сыпса ларнине кура хăйĕн мыскари ăнманни пирки хăй ăшĕнче пăшăрханма та тытăннăччĕ ĕнтĕ, Рая, хăйĕн стаканне халĕ те тĕкĕнсе пăхманскер, Сима хăй çине куç çĕклеççĕ кĕтсе илчĕ те çапла каларĕ:

— Эсĕ тата, Сима, мĕншĕн тăр чеех сыпса ларатăн?

Геннадий Васильевич малтанхи кунах асăрхарĕ: Сима килтен сахăр нумай чиксе килнĕ, вăл йышпа пайлашмасть, никама та пĕр тĕпренчĕк памасть. Çавăнпа та паян ачасене тăр чей пама хушрĕ ĕнтĕ Геннадий Васильевич, унăн хĕр ачана тĕрĕслесе пăхас килчĕ.

Рая сăмахпа тĕртсе илсен Сима хĕрелсе кайрĕ те ура çине тăрса Хÿшше кайрĕ, хÿшĕрен тăватă пысăк катăк сахăр илсе килчĕ.

— Мейĕр, Геннадий Васильевич, эпĕ килтен хам илсе килнĕччĕ…

— Санăн сахăр пур-и вара? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Геннадий Васильевич. — Ну, ачасем, кун пек ырă çынсем пур чух вилместпĕр… Тавтапуç, Сима.

Геннадий Васильевич сахăра вакласа ачасем умне хурса тухать, хăйĕн куçĕсем кулса пăхаççĕ. Кун хыççăнах Тамара кĕсел кăларса лартрĕ.

— Кĕсел пур-и?..

— Паçăр апла юри кулнă вăл пиртен.

Ачасем шавласах кайрĕç. Апат вара хаваслăн вĕçленчĕ.

Мăн çынсем кая юлса çитрĕç. Тамара вĕсене юлашки яшкапа чей пачĕ, арçынсем вара ачасене тав туса апата ларчĕç.

Апат хыççăн Геннадий Васильевич тунката çине ларать, ачасем ун тавра пухăнаççĕ.

— Геннадий Васильевич, çав Вова мĕншĕн пирĕн бригадăна хутшăнмасть? Вăл шкул кăçал çеç пĕтерчĕ-çке, — ыйтать Петров.

— Çавна пĕлместĕп вара, эсир мĕншĕн аслă юлташа хисеплеменнине пĕлместĕп. Сирĕн хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче туслăх пачах çук. Ĕçленĕ чухне те уйрăм тăратăр. Малашне эпĕ сире хам тăрататăп-ха. Кам хыçĕнчен кам пымаллине те, парта хушшинчи пекех, çирĕплетсе паратăп.

Ачасем пĕр хушă чĕнмеççĕ.

— Геннадий Васильевич, каласа парăр-ха мĕнле те пулин интереслĕ япала, — тет хăйпашка хĕр ача Зина.

— Мĕн интереслĕ сирĕншĕн?

— Юмах каласа парăр ăна, нихçан пĕтми юмах.

— Хам каласа парам-ха нихçан пĕтми юмах, — тет Рая. — Итлесе ларма çеç чăтăм çитерĕр.

— Ну, кала-ха.

— Пĕр кăвакал шурлăхра сÿрет тет. Шапана курчĕ тет те тытас тесе сăхрĕ тет, пуçĕ лачакана кĕрех ларчĕ тет. Кăвакал пуçне туртса кăларчĕ тет те, хÿри кĕрсе ларчĕ тет, хÿрине туртса кăларчĕ тетте, пуçĕ кĕрсе ларчĕ тет. Пуçне туртса кăларчĕ тет те, хÿри кĕрсе ларчĕ тет. Хÿрине туртса кăларчĕ тет те…

Рая çапла ултă-çичĕ хут каласан ăна чарчĕç.

— Эсĕ хитрине кала, — тет Сима.

— Эсĕ ху та хитре мар, — тет тахăшĕ.

— Эсĕ ху хитре-и-мĕн?

— Чăнах та, кам кунта пирĕн чи хитри?

— Зина.

— Çук, Рая.

— Çук, Тамара…

— Геннадий Васильевич, кам сирĕн шутпа кунта чи хитри?

— Чи хитри-и? — тет Геннадий Васильевич шухăша кай­са. — Ну, итлĕр эппин, каласа парам… Аслă турă кĕçĕн турра. – калама пуçлать вăл, — икĕ пĕрешкел хитре çын тума хушнă тет. Кĕçĕн турă тунă тет вара икĕ хитре çын. Асли пăхать те куçне чарсах пăрахать: пĕри яштак, илемлĕ пÿ-силлĕ, сарă вар пуççи пек çÿçлĕ… Тепри вара лутра та илемсĕр пÿ-силлĕ.

«Эп сана иккĕшне те пĕрешкел хитре тума хушнăччĕ- çке, — тет асли. — Эсĕ мĕн турăн вара? »

«Çук, — тавăрать кĕçĕнни. — Вĕсем иккĕш те пĕрешкел хитре. Анчах эп пĕрин хитрелĕхне шала хутăм, тепринпе — тула».

«Мĕншĕн апла турăн? » — ыйтать асли.

«Мĕншĕн тесен шалти хитрине ĕмĕр тăршшĕпех хитре юлма, хăйĕн хитрелĕхĕпе ыттисене те тĕс кÿме пÿретĕп, теприне — вăхăтлăх илем çеç… » — Геннадий Васильевич калама чарăнать те куçĕсемпе ачасене пăхса çаврăнать.

— Пĕтрĕ-и?

— Пĕтрĕ.

— Пирĕн хушăмăрта н кам хитрине каламарăр-ха эсир çапах.

— Шухăшлăр та — хăвăр пăхăр. Сире чăмласа пама кирлĕ мар ĕнтĕ.

— Эсир питĕ ытарлă калатăр. Эпир хамăр хушăри çинчен çеç ыйтрăмăр.

— Ну, юрĕ, — тет Геннадий Васильевич ура çине тăр­са. — Эсир тепĕртак канăр та ĕçе тытăнăр. Рая, эс йĕркелесе пыр. Эпĕ лавккана кайса килетĕп. Кам валли мĕн илсе килес?

— Шоколад канфечĕ мĕн хак тăрать вăл? — ыйтать Зина.

— Мĕне кирлĕ сире хакне пĕлни? Эсир хăвăра мĕн кир­лине калăр. Шоколад. Тата мĕн?.. Çитет-им?

Геннадий Васильевич урăх калаçса тăмасăрах малалла утать, уçланкăран тухса вăрманалла кĕрсе çухалать.

… Кăнтăрла иртсе хĕвел каçалла сулăнсан çил хускалчĕ, пĕлĕтленчĕ, вăрман хумханăвĕ пĕр юхăма куçрĕ. Унтан пĕтĕм вăрман темĕнле оратори вĕçленнĕ чухнехи пек шавпа кĕрлеме пуçларĕ те — пĕр касă пăрлă çумăр килсе çапрĕ.

Утă çулакансем ĕç пăрахса хÿттелле чупрĕç. Вова та пĕр лапсака чăрăш айне кĕрсе тăчĕ. Кунта пÿртри пек — лÿпех. Кĕçех Вова тăнă чăрăш айне йăлт исленсе пĕтнĕ Тамара чупса çитрĕ. Унăн платйи йĕпенсе çыпçăнса ларнă та — хĕрĕн пилĕкĕ те çинçерех, кăкăрĕ çÿллĕрех, тепĕр майлă каласан, хĕр ача самантрах пĕрер çул ÿссе кайнă пек курăнчĕ. Кунсăр пуçне тата вăл мĕн чухлĕ çывăхрах, çавăн чухлĕ хÿхĕм те инçе пек туйăнса таçта юмах тĕнчинех вĕçсе каять.

Хĕр ача чăрăш айне чупса кĕрсен Вова енне çурăмĕпе тăрса кĕпине кăкăр тĕлĕнчен пÿрне вĕçĕпе чĕпĕтсе уйăрчĕ те çумăр шывĕнчен силленчĕ.

— Кур, епле ахăрать, — терĕ вăл савăнăçлăн, унтан Вова хирĕç тавăрса каласса кĕтмесĕрех хăй калаçрĕ: — Итле-ха, Вова. Çил çук чух çанталăк епле лăпкăччĕ. Йываçсерен пĕри хăйĕн хусканăвĕпе хусканатчĕ. Акă штрум килчĕ те мĕнпур йывăçа пĕр пĕтĕмле пĕр шава хутшăнтарчĕ, пĕр еннелле тайрĕ.

— Çынсем те çапла тесшĕн-и? — терĕ Вова.

— Лăп çапла. Акă халь эпир те — лăпкă чух — час-часах харкам пĕри хамăрăн хуйхă-суйхăмăрпа пурăнатпăр. Пĕр­пĕр штрум килсе çапсан — пĕтĕм халăх пĕр тĕллеве парăнать. Тĕрĕс-и, Вова?

— Чăн та, — хĕр каланă сăмахсем пирки мар, пачах урăх япала çинчен шутланă пек тавăрчĕ Вова хăй ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут хĕре кăмăллăн сăмах тавăрса.

Тамара вара именсе ÿкрĕ.

— Çак пăра çума чарам-и? — терĕ вăл сасартăк, унтан чăрăш айĕнчен чупса тухрĕ те пăр пуçтарса кĕчĕ. — Эп çулла çуралнă. Ман анне калать: «Çулла çуралнă çын пăр çисен — чарăнать», — тет.

— Эп те çулла, — тавăрчĕ Вова.

— Ме, эппин, сана та. — Çур ывăç пăр пачĕ Тамара. Вова кăмăллăнах аллине тăсрĕ.

Чăн та, çанталăк вĕсемпе шÿт туса вылять тейĕн, пĕр касă пăр çуса йывăç çулçисене таткалса-çурса хăварчĕ те, кăшт тăхтасан — курман-илтмен: çил те çук, каллех хĕвел пăхать.

— Эсĕ мĕнле юрă юрларăн паçăр? — сасартăк ыйтать Вова.

— Килĕшет-и? — тет хĕр, хăй чăтăмсăррăн Вова хирĕç хурав тавăрасса кĕтет. — Таçтан пуса пырса кĕчĕ вăл.

— Сăввине ăçтан илтнĕ?

— Пĕлместĕп, — хĕрелсе каять хĕр ача.

Вĕсем пăр иртсе кайсан та пĕр авăк чăрăш айĕнчех тăраççĕ. Унтан кĕтмен çĕртен вĕри хулпа хул перĕнет те — иккĕш те шарт сикеççĕ. Хĕр ача шатăртаттарса пăр çиме пикенет, канăçсăрланса ÿкет, вара Вова çине вĕлт! пăхса илет те тепре çаврăнса вăраххăн пăхать. Вова та ним Шухăшламасăрах — çын ÿкме сулăнса кайнă чух мĕнрен те пулин тытас вырăнне ирĕккĕнех ÿкнĕ енне тайăлнă пек — мĕнпур куç вăйне пухса, ачасем «куç шăтармалла» вылянă евĕр, хĕр ачана куçранах пăхать. Анчах çав тери йывăр ун куçĕнчен çапла вăрах пăхса тăма… Çапах та хĕр хăй малтантарах парăнса куçне хупать. Вăрăм хура куç тĕкĕсем хире-хирĕç хуплашса çăралаççĕ те куç айне икĕ пĕчĕк мĕлке ÿкерсе хĕр сăн-питне темĕнле черчен сĕм параççĕ, хĕр ача сăнĕ темскер ыратнă пек эрлĕклĕ курăнать. Хĕр сасартăк вырăнтан хускалса чăрăш айĕнчен чупса тухать. Вова та, тăна кĕрсе, пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе илет, чĕрере темĕнле туйăм, ыратупа, халиччен тÿссе курман хатарлă шикпе тата вăрттăн телейпе хутăшекер, вĕресе каять, çак туйăм çур минут каярах Вовăн пурнăçĕнче калама çук пысăк улшăну пулса иртнине систерсе кĕлеткери мĕнпур юна хускатса ярать.

Каçченех çак ăнланма çук пăлхавлă туйăмпа çÿрет Вова. Тамара та урăх ун куçĕ умне курăнмасть, каçхине çеç ялтан кăшт хĕрĕнкĕ таврăннă куккăшĕпе калаçнă чух курать ăна Вова.

— Кукка, ма сыпнă эс? — ыйтать хĕр ача.

— Аннÿ сана пысăк салам каласа ячĕ, — хĕр ача ыйтнине илтмĕш тăвать лешĕ,

— Апла сана пысăк салам пусса антарнă пуль-иç, — тет Тамара.

— Юрĕ, юрĕ, — тавăрать куккăшĕ. — Кил-ха, хăлхунтан туртам. — Унтан ытарлăн Вова çине пăхса илет, — Санăнне те туртатăп… Иксĕрĕнне те…

Тамара хăлха таранах хĕрелсе каять, Можаев, çакна курса-и, сăмаха урăх енне пăрать.

— Аннÿ сана киле пыма каласа ячĕ. Кайса кил.

Тамара киле каяс хаваспа хавхаланса ÿкет.

… Çак кун утă çулакансем çĕр каçма çывăхри утара кайма канаш тытаççĕ. Вăрман хĕрринче пĕр путмар çăкалăх. Кунтах пыллăх, пыллăха хура тул акнă. Çакăнта вăрман пырĕнче — утар, утар пÿрчĕ тата ÿпле.

— Хирĕç-хура пирĕн çук, — тет утарçă, ватă çын. — Ÿплене выртăр — пÿртре хăнкăла нумай.

Утă çулакансем ÿпле урайне ешĕл утă сарса выртаççĕ. Хĕр ачасем — пĕр енче, арçынсем — тепĕр енче.

Тамара, чи хĕррине Вырнаçнăскер, вырăн çине ларать те çывăрма кĕрсе выртиччен, йăвари хур пек, чылайччен вырăнне, çиттине майлать.

Тепĕр кунне ирпе ирех вăл киле тухса каять. Арçынсем юлашки утта çулса пĕтереççĕ. Малтан çулнине тавăрса пуçтараççĕ. Геннадий Васильевич ачасене темĕнле кĕнеке вуласа парать.

Вова кунĕпех чĕмсĕр çÿрет. «Атте каланă пек, эпĕ, чăнах, нервăсене лăнчă ямарăм-ши? » — шутлать вăл. Çак кун вăл ытти кунхинчен сахал ĕçленине пăхмасăрах нихçанхинчен ытла ывăнать: пилĕк сурать, каç пулмасăрах шăм-шак сăлпăр каять. Каçхине вăл никамран малтан çывăрма кĕрсе выртать. Геннадий Васильевич тавра пухăннă ачасем калаçни, кулни, юрлани, выляни илтĕнсе тăрать, ăна. Ывăннă пулин те вăрахчен çывăрса каяймасть вăл. ÿплере пуç вĕçĕнчех таçта тĕклĕ тура йăви пур пулмалла — хуртсем тапхăр-тапхăр шавлăн сĕрле пуçлаççĕ. Тата пуç айĕнчи утă лăчăрăнса- пусăрăнса пынă май çĕрĕпех чунлă пек çатăртатса тăрать. Кайран вăл тĕлĕк витĕр тахăш вăхăтра ялтан таврăннă Настя конюхра Тамара сассине уйăрса илет.

Унтан Вова, шапасенчен хÿтĕленсе, такам çинчен çиттие туртса илсе пĕркенет те хăй çумĕнчен çын хăпăл-хапăл сиксе тăнипе вăранса куçне уçать, хăйне мăшăр куç çивĕччĕн тĕллесе пăхнине асăрхасан самантрах ыйхă сирĕлсе каять. Мĕн пирки вăраннине тăна илсен хăй те сиксе тăрать, Ыттисем пурте тăрса пĕтнĕ-мĕн, кăвайт чĕртнĕ. Икĕ çамрăка темшĕн вăратман вара.


Тамара, тутлă тĕлĕк курса выртаканскер, хăй çинчи çиттие такам туртса илнипе вăранчĕ те, вăтанса ÿксе, ÿплерен чупса тухрĕ, вара çÿç-пуç юсаса тирпейленнĕ май тĕнче тĕлĕнмелле илемленсе кайнинчен тĕлĕнчĕ.

Ирхи тÿлек сывлăшра тĕрлĕ пылак шăршăсен вылявĕ тăрать: çеçкери çăкалăхăн пыл шăрши, вăранакан çĕр шăрши… Çак тĕрлĕ шăршăсен вылявĕ пĕри пĕтсе, тепри çиеле тухса пынă май, чăн та, темĕнле хăйне евĕр кĕвĕ майлă ылмашăнса чун-чĕрене ăнланма çук çĕнĕ туйăм сăрхăнтарать. Çакăнта çывăхрах тепĕр çын пуррине туйса тăни татах илемлетет çав кĕвве… Эсĕ ху та, вăл та, ыттисем те çак çут çанталăк илемĕн пĕр пайĕ пек туйăнать.

Çырма хĕрринчи Хăвалăхра, çаран çинче, йывăçсенче, тĕссен вылявĕнче, куçăмĕнче темĕнле сăмахпа калама çук япала чуна çĕклесе, юна вĕрилетсе ярать. Таçта пим-па! пим- па! тесе юрлакан вĕлтрен тăрри сассинче, çÿлте вĕçĕмсĕр лĕç-лĕç-лĕç-и-и-и! текен лиç кайăк сассинче темĕнле илемлĕ те вĕçĕмсĕрлĕхе, ачалăха аса илтерекен çаврăм илтĕнсе каять. Тавралăх çакăнти шăплăхран та шăпрах сасăпа, хăлхана мар, чуна çеç илтĕнекен темĕнле сасă-туйăмпа çуралман юрра юрлать…

Тамара çак тĕнчене пĕрремĕш хут курнă пек утать йы­вăçсем хушшипе. Ура айĕнче типĕ симĕс мăк сухари пек кăштăртатса ванать те — тусанĕ сăмсана техĕмлĕн пырса çапать. Ăçта пухнă унта перĕнсенех тÿнсе каяс пек тия кăрăçсем, çу сĕрнĕ çÿхÿ пек питлĕ хурăнай кăмписем йăлтăртатса лараççĕ. Пиçеймен кĕтмел çырлисем тункан- тупка н чăмăртаннă.

Таврара мĕн пурри йăлтах савăнать, вылять.

Ирхи уçă сывлăшпа пĕтĕм кĕлетке сывлать.

Хĕвел сарă тухрĕ. Йывăçсем хушшинче йăлтăр çутă ярăмĕсем, вылякан ачасем пек, вулăсем хыçне пытана- пытана илеççĕ.

Пĕтĕм чĕр чун, хурт-кăпшанкă ĕçе пикеннĕ. Пыл хурчĕсем çăкасем çине çăмăллăн вĕçсе пырса лараççĕ те каялла йывăррăн вĕçеççĕ. Пĕчченшерĕн чечексем çине те тунине çĕре çити авса антарса пырса лараççĕ, шăрка тунисемпе выляççĕ, сулланаççĕ…

Утар хуралçи вучах умне пĕр тирĕк тин татса юхтарнă пыл, çăка пылĕ, пырса лартать.

— Эсир капла рехмете йÿнетсе яратăр, кăçал пыл ту­лăх, — тет вăл тав тунине хирĕç. Çак сасă та юмахри пек, юрă пек илтĕнет Тамарăна.

Хыр-чăрăшăн шăнкăр типĕ те сухăрлă тураттисем хĕрсе çунаççĕ, юрласа шăранаççĕ, тĕтĕмĕ те палăрмасть. Шĕвĕ тĕтĕм ирхи нÿрĕ çулçăсем, курăксем çине çыпçăнса ларать те çавăнтах ирĕлсе çухалать, витрери шыв çине те юхса сарăлать.

Мĕн тери илемлĕ-мĕн тĕнче!

Пурăнма тăмасть-и вара çĕр çинче пĕр çак илеме курса киленессишĕн çеç? Çут тĕнче, тавралăх куçа çапла илемлĕ курăнни хăй те телей мар-и м-ха тепĕр тесен? Пурин куçне те çапла илемлĕ курăнмасть-çке вăл… Çут тĕнче те унăн илемлĕхне туймалăх сан чун пуянлăхĕ çитет пулсан кăна илемлĕ мар-им-ха вăл?

… Утă çулакансем кăнтăрлаччен утă типессе кĕтрĕç, кай­ран пĕр çур сехетрех тавăрса пăрахрĕç те вучах умне пухăн­чĕç. Унтан тахăшĕ вĕренленĕ лаша йĕвенне сÿсе тарни çинчен пĕлтерчĕ. Чылайччен шырарĕç лашана. Юлашкинчен: «Лаша вăл киле каякан», — терĕç. Вовăна райцентра чуптарчĕç.

Тамара, яла кайса килнĕ хыççăн паллама çук улшăнса кайнăскер, Вова райцентра кайсан хуллен вăрман ăшнелле утать.

Кайран ăна Рая хурăн вулли кутĕнче тăнине курчĕ. Хурăнăн çулçисем хушшипе пин ураллă ылтăн эрешмен пек хĕвел пăхать. Хĕр ачан кĕпине хурăн шурри çапнă. Çÿçне çил кăтралатать. Пуçне вăл кăшт çĕкленĕ, куçне хупнă.

Хĕр чĕнсе те чĕнмест, вăрăм куç тĕкĕсем айĕпе темĕнле палласа илеймен çын çине пăхнă пек тĕмсĕлнĕ куçпа пăхать, унтан ерипе хурăнтан уйрăлать те аллисене хыçала тытса вăрмана кĕрсе каять.

— Тамара, — чĕнет ăна Рая. — Тамара!

Тамара хуллен çаврăнса тăрать. Унăн сăнĕ эрлĕклĕ, хĕрлĕ.

— Тамара, мĕн пулчĕ сана яла кайса килнĕренпе?

Тамара тÿрех Райăна ыталаса илет.

— Рая! — тет вăл, чун ыратакан çын пек, пуçне тусĕн кăкăрĕ çине чиксе.

— Мĕн эсĕ, Тамара?

— Раечка! — пуçне çĕклет Тамара. — Ним те, Рая, Рая! Эпĕ санран пĕр япала ыйтам. Эсĕ вара ним суймасăр кала. Юрать-и, Рая? Эпĕ хитре-и е çук-и?.. Эсĕ тÿрех кала, ним шухăшласа тăмасăр, унсăрăн эсĕ суятăн. Ну… кала! Эп йывăра илесрен ан хăра!

— Çук, Тамара, ăна тÿрех калаймăн, — тавăрать Рая. — Ку ыйту çине эпĕ сана виçĕм кун Геннадий Васильевич каласа панă юмахла çеç тавăрма пултаратăп.

— Апла эп хитре мар? Ийя-и, Рая?

— Çук, çук! — терĕ тусĕ. — Сана, Тамара, хитрелĕхне ик енĕпе те пĕр тан панă. Анчах… Ну, мĕнле калас. Çынсем ахальлисем тата тенисем пулаççĕ-çке-ха. Эпир ахаль çынсем- çке-ха.

— Эп ăнлантăм, Рая, урăх ан кала. Эпĕ хамах пĕлетĕп хам мĕнлине. Халь ман, Рая, пĕлетĕн-и, пĕччен пулассăм килет. Пулать-çке-ха çавăн пек… Анчах эс мана ан çиллен! Юрать-и?

— Тамара! — терĕ Рая ăна пĕчĕк ачана ытакланă пек ярса илсе. — Кил, сана эп юратам!

Хĕр ачасем пĕр-пĕринпе ыталанса илчĕç те уйрăлчĕç.

Тамара пĕчченех çÿрерĕ. Кăкăрта тапхăр-тапхăр тем шыçнă пек пĕçерте-пĕçерте килчĕ. Чун таçта туртăнчĕ. Çÿресен- çÿресен вăл темшĕн-çке пуç çаврăнса, ÿсĕрĕлсе кайнă пек туйрĕ.

Сывлăш вĕр типĕ, вĕри, сипетлĕ.

Çеçкери çăкасем çинче йĕри-тавраллах, таçта сăрнай каланă пек, пыл хурчĕсем, тĕрлĕ шăна-пăван сĕрлени илтĕнсе тарать. Е тата, ларсан-ларсан, такам купăс тăсса янă евĕр е пĕр çавра юрă пуçлама хăтланнă майлă илтĕнсе каять. Пушанса кайнă контрабас хĕлĕхĕ пек сÿрĕккĕн лĕр-р-р! туса кăптăл вĕçсе иртет.

Кăшт салху пулса каять. Тамара вара ăнланать: çак тавралăх кунта пĕр çын, ВĂЛ, пуррипе çеç çапла илемлĕ иккен. Анчах вăл инçе мар-çке. Райцентра лаша шырама çеç кайрĕ, кĕçĕр таврăнатех ĕнтĕ.


Тарнă ута Вова райцентр урамĕнче тытрĕ. Вăл райцентртан тухнă çĕре ĕнтĕ хĕвел анасси инçе юлмарĕ. Тепĕр çур сехетрен тавралăха тĕтре карса илчĕ. Унтан Вова халиччен асăрхаман тĕлĕнмелле çĕнĕ уйăх тухрĕ. Вăл — çĕнĕ уйăх пулин те — унăн курăнман пайĕ те, тÿпе тĕттĕмĕнчен кăшт çутă- рахскер, тĕксĕм сĕмлен курăнса тăчĕ.

Çурма çултан иртсен каç пулчĕ.

Вова хăйсем утă çулнă çĕре тÿрех улăх тăрăх тухма шутларĕ. Улăхĕ вăрăм: вăрмана çитиччен çухрăм яхăнĕнченех пуç­ланать.

Кăнтăрлахи шăрăх тамалнă май ут ÿсĕмлĕ юстапах юртрĕ. Хушшăн-хушшăн тылла пуççисем çине такăнкаларĕ.

Вова айĕнчи хура сăрху ут улаха кĕрсен таçта инçе мар хăйĕн юлташĕ пуррине сиссе хыттăн кĕçенсе илчĕ, вăрман ăшĕнчен ăна сасă парса тепĕр лаша кĕçенчĕ, Вова вара аллинчи чĕлпĕрне пушатрĕ те, ут хăех туссен сасси çинелле çул илчĕ. Часах Вова улăх тăрăх вăрман хĕррине çитрĕ. Улăх лапи кунта аялта çеç çара — икĕ енĕпе çÿлте вăрман, кăнтăр енче — касманни, тепĕр енче — лутра туйралăх.

Кунта халĕ пĕтĕм улăха, вăрмана шурă тĕтре хупăрласа илнĕ. Мамăк ăшĕнче пынă пек.

Хумханмалăх çилĕ çук пулин те тапхăр-тапхăр хăва тĕмисене чун кĕрет.

Вăрман хĕррине çитерехпе туйралăхран ут кĕçенсе илнипе пĕрлех çинçе те уçă сасăпа такам хурлăрах, тунсăхлăрах юрă юрлани илтĕнчĕ.

«Тамара!» — пĕлчĕ Вова пăлханма тытăнса, унтан çапла шухăшларĕ: «Тамара мĕн туса çÿрет пуль-ха ку таранччен çĕрлехи вăрманта? »

Тепĕр çирĕм-вăтăр утăмран каллех ут кĕçенсе илчĕ. Çын сасси татăлчĕ.

Вова çĕре сиксе анса лашана чĕлпĕр вĕççĕн çавăтса утрĕ. Кĕçех утă купи хыçĕнчен тепĕр лаша палăрса тухрĕ, çă­варлăхĕпе чăнкăртаттарса тулхăрчĕ. Çавăнтах сăртран хĕр ача сасси илтĕнчĕ:

— Кам унта?

Вова чарăнса тăчĕ.

— Тамара-и? — терĕ вăл. — Эсĕ пĕчченех-и кунта?

— Вова! Эсĕ-и ку? — кăшкăрса ячĕ те хĕр ача сăртран чупса анчĕ. — Кÿр лашине! — Тÿрех чĕлпĕре ярса илчĕ вăл. — Аçта тытрăн? Райцентрах çитрĕн-и?

Вова хирĕç тавăрса каланă хушăра Тамара ăна итлемесĕрех лашапа калаçрĕ, ăна ырçинчен ачашларĕ, çилхине якатрĕ. «Ăçта тартăн-ха эсĕ, э? Саншăн йăлт хуйхăрса пĕтрĕмĕр кунта».

Вова лаша çинчи йĕнер вырăнне сарнă фуфайкине илчĕ те силлесе çĕре пăрахрĕ, лаша мăйĕнчен тăлă салтрĕ.

— Кÿр хам тăллам. — Тамара каччă аллинчи тăлла туртса илсе лаша ури патне кукленчĕ.

— Вова, хăш енчен тăллаççĕ ăна?

Вова та лаша ăмри айне пĕшкĕнчĕ. Вĕсен каллех хулĕсем перĕнчĕç. Вова питне хĕрĕн çÿç пĕрчисем сĕртĕнсе кăтăкларĕç. Тамара лаша урине хускатнинчен хăраса карт сикрĕ те сулăнса кайрĕ.

— Ой! — Вова хулĕнчен тытса ĕлкĕрчĕ вăл.

Вĕсем лашана васкамасăр тăлларĕç.

Унтан иккĕш та хăвăрт-хăвăрт сывла пуçларĕç, кăкăрĕсем пÿлĕн чĕç. Вара Тамара чи малтан ура çине тăчĕ те каллех лашан çилхине якатма пикенчĕ. Пĕр самант вăл ниçталла та пăхмарĕ.

— Эсĕ кĕçĕр кирек мĕн пулсан та таврăнаттăнах, çап­ла-и? — каласа хучĕ вăл — те лашана, те Вовăна.

— Мĕншĕн?

Вова та лашана ачашла пуçларĕ,

— Эсĕ мĕнле хăрамастăн кунта çĕрле ларма? — ыйтрĕ вăл тытăнчăклăн хĕр чĕнменнине кура.

— Камран хăрас?

— Хăçанччен лараттăн вара?

— Çĕрĕпех. Пĕрре те каяссăм килмест, — пуçне Вова енне пăрмасăр хăвăрт каласа хурать хĕр.

— Ма апла?

Хĕр енчен хирĕç-хура пулмарĕ. Вова ун çине ăнланмасăр пек пăхрĕ, вăл ним шухăшламасăр лашан ăмрине васкарах сăтăра пуçларĕ. Тамара хăвăрт пуçне силлесе илчĕ.

— Ну, мĕн эпир! Лашана çиме те памастпăр капла!

Вăл çапла каласан сасартăк икĕ аллине çĕклесе;

— Утăрья! — тесе ячĕ.

Лаша хăраса сикрĕ те çамрăксем енне самантрах хыçĕпе çаврăнса тăчĕ.

— Ай! — Вова енне сиксе ÿкрĕ хĕр, хăй сисмесĕрех ун

хулпуççинчен ярса илчĕ. Вова та хăй тĕллĕн пулакан хус­кавпах хĕре хăвăрт пилĕкĕнчен çавăрса тытрĕ. Çак кĕтмен Çĕртен пулнипе, çухалса кайса, вĕсем пĕр-ик чĕрĕм çаплипех тăчĕç, унтан иккĕш те тăна кĕчĕç, вара Тамара вĕçерĕнме хăтланчĕ, анчах Вова ăна çав-çавах малтанхи пек тытса тăчĕ. Хĕр çапла тепĕр самант тăнă хыççăн темиçе çухрăм чупса хашкакан пулнă пек йывăррăн та кĕскен-кĕскен сывларĕ.

— Атя ларар, — терĕ Вова.

— Анчах… анчах эсĕ ан тыт…

Тамара Вовăран уйрăлчĕ те сăрт çине чупса хăпарчĕ. Темĕнле йывăç туратти хуçса илчĕ.

— Вова, Вова, — терĕ вăл çав тери çĕкленчĕк сасăпа. — Кала мана: шăпчăк ялан пĕр юрă юрлать-и?

Вова ăнланаймарĕ. Тамара ик-виç утăм Вова патнелле анчĕ те хăвăрт-хăвăрт, лиç кайăк пек хăвăрт, каласа тăкрĕ:

— Çук, çук! Кунсерен çĕн юрă юрлать. Пире çеç вăл ялан пĕр юрă юрланă пек туйăнать, мĕншĕн тесен ăна уйăрса илме пирĕн чун пуянлăхĕ, чун сисĕмĕ çитеймест. Сăмахран, ача чух мана мĕнпур тутар юррисем пĕрешкел пек, тутарсем ялан пĕр юрă юрланă пек туйăнатчĕ. Ун чухне хам айван пулнăран çеç çапла туйăннă иккен вăл.

— Апла мар пуль те, кăшт тĕрĕсси пур, — терĕ Вова. — Чăн та, шăпчăк хăй тусĕн сассине пин шăпчăк сассинчен те уйăрса илет.

Тамара хăй хуçса илнĕ çулçăллă турата çĕре сарса ларчĕ.

— Вова, эсĕ ăçта вĕренме каясшăн, э? — ыйтрĕ вăл кĕтмен çĕртен.

Вова та çÿле хăпарчĕ, фуфайкине çĕре пăрахрĕ те хĕр ача çумне ларчĕ. Тамара кăшт сисĕнмелле аяккарах сикенçи турĕ.

— Эсĕ педагогика институтне хут янă, çапла-и? Енчен кĕреймесен мĕн тăватăн?

— Çавах киле юлмастăп, — терĕ Вова кăшт шухăшла­сан. — Пĕр-пĕр завода е стройкăна каятăп.

— Кунта та завод пур-çке. Крахмал завочĕ.

— Çук, тем парсан та юлмастăп.

Тамара та чĕнмесĕр ларчĕ.

— Эп пĕлетĕп эсĕ ма юласшăн мар иккенне. Çапла-и? — терĕ вăл самантран. — Анчах, Вова, вăл çынна ман ырăпа та асăнас килет.

Вова ырă та, усал та чĕнмерĕ,

— Ма ыйтмастăн мĕншĕн тесе? — терĕ хĕр ача Вова çав­çавах чĕнменнипе кура, унтан сасартăк куккăшĕ парнеленĕ ал сехечĕпе Вовăн хулне йĕрĕнтернĕ. — Вова, Вова… Астă­ватăн-и? Астăватăн-и пĕлтĕрхи не?

Вова сасартăк шарт сикрĕ.

«Вăл халь мана çавна аса илтерет? Çав çынлăхран кă­ларакан япалана? »

Вовăн ăш-чик вĕресе кайрĕ. Вăл сасартăк хĕр ача енне çилĕллĕн пуçне пăрса ура çине сиксе тăчĕ. Унтан куçне çиçтерсе илчĕ те çырмана чупса анчĕ.

— Вова! — Хĕр ача çÿлтен вĕçсе аннă пек аялалла сик­рĕ. — Каçар! Каçар! Эп сана пачах ху мĕн шутланине мар каласшăнччĕ, каçар…

Халь Тамара мĕн аса илни хăех Вовăна хăй çĕр çинче йĕрĕнчĕкрен те йĕрĕнчĕкрех чĕр чун пек туйăнтарса ячĕ. Вăл хĕр ача аллине сирчĕ те таçта вăрман ăшнелле чупрĕ. Çыранăн тепĕр сăртне хăпарчĕ.

— Вова! Тăхта!

Тамара çиçĕмле хăвăртлăхпа ун умне тухса çула пÿлчĕ. Вова ăна каллех алăпа сирме шутларĕ, анчах пултараймарĕ.

— Вова! Эпĕ халь пĕлтĕм. Йăлтах пĕлтĕм… Эсĕ манран ма пăрăнса çÿренине те!

— Мĕн пĕлтĕн? — хаяррăн ыйтрĕ Вова.

— Пĕлтĕм! Эс… эс чăнах, чăнах мана… Ну, астăватăн-и хăвăн дневникÿнте мĕн çырса хунине ман пирки? Пĕлтĕр çулла…

Вова сасартăк хĕр ачана икĕ хулпуççинчен ярса тытрĕ.

— Эсĕ апла… апла… Йăлтах пĕлетĕн?

— Пĕлетĕп, пĕлетĕп!

— Тамара! — кăшкăрса ячĕ Вова.

Унтан хĕр ачана вăл вăйлăн хăй çумне туртрĕ те — Тамара пуçĕпе унăн кăкăрĕ çине тирĕнчĕ.

— Тамара! Тĕрĕс! Тĕрĕс! Анчах ăна сан пĕлме тивĕç çукчĕ… Нихçан та, нихçан та! Ăна эп хам валли çеç! Саншăн мар!

— Эпĕ мар, Вова. Ĕнер яла кайсан вăл кăтартрĕ мана. «Вуласа пар-ха, ман çинчен мĕн çырса хунă-ши унта», — тет. Эп çавăншăн лайăх терĕм ăна. Вова, вăл ăна кăтартман пулсан… Кăтартман пулсан, пĕлетĕн-и, Вова, эпир нихçан та пĕрле пулас çукчĕ. Уйрăлса каяттăмăр… Ĕмĕрлĕхех… Тĕ­рĕс-и?

— Халĕ мĕнле? Эсĕ… Эсĕ мĕнле?

— Эпĕ те çаплах. Анчах. Володя, эс унта мана идеальнăй çын туса хунă. Çук, Вова, апла мар. Аплах кирлĕ мар.

— Тамара!

— Эсĕ тата питĕ мăн кăмăллă, Вова. Мĕншĕн, э? Калас-и? Эп пĕлетĕп! Чăн, чăн! Эс манпа мĕншĕн ялан тарăхса калаçнине те пĕлетĕп.

— Мĕншĕн?

— Мĕншĕн тесен… Мĕншĕн тесен эс ман çине тарăхма пултараймастăн. Эс манпа юри тарăхнă пек, курайман пек тытатăн хăвна. Чăн-чăнах тарăхнă пулсан эс ун пек пул­мастăн.

— Тамара!

— Вова, тата сана, пĕлетĕн-и-мĕн, чакак çăмарти çи­термелле. Ытлашши чĕмсĕр эс. Калаçура та сана ялан ертсе пымалла. Мĕншĕнне калас-и? Сана ама çури пусахласа çитернĕ, суя сăмах пусмăрланă, пире те çавах уйăрса яратчĕ… Пирĕн малашне яланах пĕрле пулмалла. Эпĕ те, Володя, Шупашкара тухса каятăп. Эпир пĕр хулара пулатпăр!

— Тамара! Тĕлĕнмелле хĕр ача эсĕ, Тамара! Мана никам та сан чухлĕ ăнланман çĕр çинче, Тамара!

… Каччă хĕре хăй çумне çепĕçрех те хытăрах чăмăртать. Хĕр турткалашмасть, хирĕçлесех те хирĕçлемест.

— Вова, эс аплах мар! Вĕлеретĕн эс мана… Володя…

Çĕре йăтăнса аннă пĕлĕт пекех çăра тĕтре ăшĕнчи сăрт çинче каччăпа хĕр тăраççĕ. Вĕсем çак ирхи тĕтре ăшĕнче аякран пăхма, чăн та, пирĕштисем пек, пĕлĕт çинче ярăнса пынă пек туйăнать.

Ăвăссем çинче ĕнтĕ çĕр каçа çывăрнă çил вăранма хăтланса хускалкалать. Ирĕккĕн сывлакан çĕрĕн темĕнле улăпла вăй, ирхи вăй, сисĕнсе тăнă пек. Чăн та, вăйлă çын ал тымарĕсем пек карăнса йывăç тымарĕсем çĕр çине палăрса тухаççĕ.

Малта ирхи çутăсем хĕвĕнсе тăраççĕ. Унта, хĕрлĕ шуçăм пиелĕхпе чĕркенсе, вĕсен килес çĕнĕ кунĕ тухăç-сăпкара тĕлĕрет-ха. Ку — вĕсен кунĕ.

Каччăпа хĕр пуçĕсем çине сывлăм ÿкнĕ, иккĕшĕн те çÿçĕ нÿрелнĕ.

Вĕсене, пĕлĕт çинче тăракан икĕ пирĕштие, ирхи сивĕ те хура ăш-чиклисен хурри те, элекçĕсен усал чĕлхи те — нимле йывăрлăх та витмест. Вĕсене сивĕтме пултаракан вăй та çук пулĕ çак тĕнчере.

1957-1977


Кĕске содержани

1

Тамара – 9-мĕш класс хĕрĕ. Ун чунне тума юраман япаласем, тата кивĕ туйăмсем вырăнне çĕнĕ туйăмсем пăлхатаççĕ. Ăна пĕр каччă килĕшет.Анчах Тамара та, çав ача та пĕр-пĕринчен ютшăнаççĕ. Тамара шкул пĕтерсе часрах студентка пуласшăн, мĕншĕн тесен вĕренесси урлă ăна хăй ĕмĕтленнĕ çутă тĕнче кĕтет. Дипломат е ученый пулса тăнă тантăшĕсенчен Тамара нимпе те кая юлмĕ. Тен вăл чи лайăх çĕвĕç пулĕ, тен, тата юрăç. Юрă юрласа пăхать. Сасă кĕпер айне каять, хирĕç виртленĕ пек сасă килет. Ку Тамарăн шухăшĕсене пăтратакан хайхи ача. Пĕр-пĕрне курчĕç, анчах курмăш пулса хăтланчĕç.

2

Тамаран амăшĕ унпа ытлах ыррăн калаçмасть, ятлать.  Хĕр “Чунăм ыратать” тесе кăшкăрать. Амăшĕ (Варук) шăпланса ларчĕ, аллинчи ĕçне парахрĕ, хĕрĕ çумне ларса хĕрхеннипе ятлатăп терĕ. Хăйĕн пек çĕр çынни пулма сĕнет. Вальăсем “йытă хăваласа” çÿренине тиркет. Валя Тамарăна пыма каласа янă мĕн. Варук пурнăç ăнăçманни харкаштарать тесе шухăшласа ларать. Тамарăн ашшĕ шофер пулнă, ÿпке шыççипе вилнĕ. Тамарăна вĕрентсе кăларасшăн амăшĕ, анчах хăват çитереймест. Кĕçĕннисене, Алешăпа Лизине – куç курĕ.

3

Тамара тĕлĕкре çеçенхирте чечек пуçтарать. Лĕпĕшсем вĕçеççĕ, унăн та çунаттисем пур пек – вăл та çеçкерен тăракан çунатлă лĕпĕш пек. Ăшă вырăнтан тăрас килмест. Ирхи апат çинĕ чухне, Тамара амăшĕ хистенĕ хытă йĕркесем çинчен шухăшлать. Шăллĕ аш таткине урайне ÿкерсен, амăшĕ ятласа илет. Çак хирĕлĕве Тамара тÿсес темест те, сумкине илсе шкула каять. Ирпе ирех политинформаци пулнă. Класа кăшт каярах кĕрет хĕрача, учитель темтепĕр – Инди утравĕсем, туслăх йывăççи – çинчен каласа кăтартнă вăхăтра, Тамара хыçалти парттăра хăйĕн ĕмĕчĕсене путса ларать. Истори урокĕнче “виççĕ” палла тивĕçет, учительсем пурнăç никĕсне пырса тивмен пули-пулми датăсем, чуна çыпăçман сăвăсене пăхмасăр вĕрентнишĕн вырханать хăй ăшĕнче Тамара. Истори учителĕ, çав хушăрах шкул директорĕ “талант” пирки калаçать: пĕр енчен пĕр-пĕр хайла пурри çинче урăх ĕçпе ĕçлени – айăп, тепĕр енчен пĕтĕмĕшле шкул ачасен пур хайлисене аталантарать, программа тăрăх ыйтать, çĕр-шыва ăçта хăçан кам кирлĕ çавă пулса тăма ыйтнине тивĕçтерме хатĕр пулмалла тет, ялти ачасен ялтах юлмалла тăрăшмалла тет. Çак шухăшсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăманни Тамарăна куç кĕрет, ачасем те ыйту парса лараççĕ. Тамара çак пур талантпа та аппалантаракан системăна пулах талантсăр, пĕр-пĕр талантне аталантармасăр тăрса юлнăшăн тертленет. Мĕнре-ши унăн пултарулăхĕ? Нихăш предмета та вăл пайăррăн уйăрмасть-çке, пурне те юратать.

4

Тамарăшăн мĕн пур кунсем пĕр пек пулма пуçларĕç. Нимĕç чĕлхе урокĕнче вăл тÿрех пуçтараймарĕ те, учительница тÿрех вĕресе кайнишĕн кăмăлĕ те хуçăлчĕ, калама тăхтаса тăчĕ. Учительница ятарласах ытти учениксенчен ыйтсан, Тамара пĕртте чĕнес темерĕ те, “единица” илчĕ. Переменăна тухсан учительница “Тамара япăхса кайрĕ-и вара?” тенине хăйне çурма хĕрхеннĕ пек каланăшăн хĕрачан чунĕ пушшех те тăвăлчĕ. Вăл хăйне хăй ытларах ăнланакан тесе шутлать, учительницăшăн вара – япăх еннелле. Кĕçĕнреххисем вылянине чÿречерен сăнаса тăнă чухне, вăл хăйĕн терчĕсемшĕн хăйне мĕнле пăхса ÿстернине айăплакаласа шухăшларĕ, унăн та анне пулма вăхăчĕ çитет, ун хăйĕн амăшĕ пек пулас килмест. Ача амăшĕ пулас шухăшне такам сисмерĕ-ши тесе хăрарĕ вăл. Çав вăхăтра Валентин иртсе кайрĕ, Тамара канăçне çухатрĕ, хĕрелсе кайрĕ.
Валентин питĕ улшăнса кайнă. Ытти чухне пĕр сăмах каламасăрах пĕр-пĕрне ăнланнă пекчĕ, халĕ Вăл Тамара енне çаврăнса та пăхмасть. Урокра Тамарана записка килчĕ. Переменара вăл ăна вуларĕ. Валентин: “Улталарăм” тесе çырнă. Класа Тамара мăнаçлăн утса кĕчĕ, комсорга “Ан çулăх!” терĕ. Чăваш чĕлхи учительници тем ăнлантарма пикеннĕçем сасартăк чарăнчĕ те, хыçалти парта патне пырса Тамарăна тăратса завуча, директора чĕнтерчĕ. “Учителе чĕлхе кăларса кăтартать?” имĕш. Тамара чĕлхе кăтартманнине Тамарапа комсорг кăна пĕлчĕç пулмалла.

5

Валентин тахçан Рая ятлă хĕрачана пăхнă иккен. Анчах пĕррехинче Рая хăйĕншĕн пултарнă пĕртен-пĕр юрату пулнине ăнланса илсенех, Валентинăн вĕренекен юлташĕ унпа пĕрле çÿренĕ. Валентин чунĕ тăвăла-тăвăла килнĕ. Хăйне хăй илемсĕр тенĕ. Çав хушăра вăл Тамарăна асăрхать. Тамарăна каламалли сăмахăм пур тет,  анчах калаймасть. Тепĕр эрнерен Тамара “Да…” пĕр сăмахлă çыру ярса парать, хăйсем кăна пĕлеççĕ. Ун хыççăн пĕр-пĕринчен аякра тăма тытăнчĕç. Валентинăн туйăмĕ те сÿнсе ларчĕ, каллех Рая килчĕ асне. Пĕррехинче Тамара кино курма кайма чĕнчĕ Валентина. Кино хыççăн киле урăх çулпа утрĕç те, кĕпер çине тухрĕç. Унта Валентин хĕре аллинчен тытса хăй патне туртрĕ, анчах хĕрача ютшăнчĕ. Вара иккĕш нумай хушă чĕнмесĕр тăчĕç. Унтан калаçрĕç, “Шанмастăп пулсан – юратмастăн” терĕ те тарчĕ Тамара. Валентин хыççăн такăна-такăна чупрĕ. Çавăн хыççăн пилĕк уйăх куçа-куçăн калаçмарĕç. Валентин хăйне ултавçă пек туять, хăй айванлăхне ăнланнă пек çыру çырать. Анчах Тамарăна урокран кăларса янишĕн те вăл хăйне айăплă туйрĕ.

6

Валентина пулах Тамара шкулти вечера каймасть, ун вырăнне пĕччен çÿрекелет. Кураймасть халĕ вăл Валентина, каччăна ыраттарас килет унăн – чунне тивертес килет. Унтан Тамара Валя патне каять, юмăç пăхаççĕ, юрăпа каларăш альбомне çавăраççĕ. Сăра ĕçсе лартаççĕ те клуба ташлама каяççĕ.

7

Практикант Гена Тамарă çинчен характеристика çырать. Класс руководителĕ ăна Тамарăпа Валентин япăх вĕренме пуçланишĕн пăшăрханать, Тамара йышран ютшăнни, сÿрĕк пулни çинчен каласа кăтартать. Рая комсорг вара Тамарăна клубра ÿсĕр халлĕн матроспа çавтăнса çÿренине курнине каласа кăтартса практикантран канаш ыйтать.

8

Гена вара Тамарăна чăнах та клубра курнă. Матроссене те курнă. Пĕр матросĕ, хăй хваттер тытнă хĕрарăмăн ывăл ачи Митюках пулмалла.

9

Чăнах та Тамара клубра Митюкпа ташларĕ. Урăх никам çуккине пула Митюкпах çÿрерĕ. Киле утса пынă чух, вĕсен çулне пер каччă касрĕ. Тамарă çакă Валентинах пуль тесе, Митюк çумне – Митюкăн сăн-сăпачĕ те, сасси те, пурĕ те унăн ăшне пăтратнă пулин те –  çыпçăнчĕ. Хăюсăр Валентина амантас килчĕ унăн. Çакăн хыççăн Митюк ăна вăйпа чуптуса илчĕ. Тамарăн вара ăшĕ кăна мар, мĕнпур шухăшĕ пăтранса кайрĕ. Унччен Вальăпа пĕрле пăхса ларнă дневникри сăмахсем пирки шухăшларĕ: “Санăн Турру – санăн пĕрремĕш чуп тăвакан”. Ухмах хĕр хăйне хăй халĕ эпĕ Митюкăн хĕрĕ тенипех хуйхăрма пуçларĕ. Тепĕр каçхине клуба Гена та пынă. Вăл Тамарăна ташша чĕнчĕ. Пĕр-ик ташă ташласан киле кайма хатĕрленчĕ, хĕр ачана та чĕнчĕ – ку Тамарăшăн йывăр шухăшсенчен те, Митюкран та тухса тармалли сăлтав пулчĕ те, вăл хаваспах пуçтарăнчĕ. Киле утнă май Гена интереслĕ япаласем каласа кăтартрĕ, Тамара хăйне унпа пĕрле утмашкăн та тивĕçсĕр пек туйрĕ, анчах лайăх сисекен каччă туйăма ăнланса илсе хĕрачан хăюлăхне тавăрчĕ.  Тепĕр кунне шкул ачисем Гена ертнипе хулана театр курма кайрĕç. Кунпа Гена вĕренекенсене уйрăммăн тĕпчемешкĕн усă курчĕ. Тамара калаçма юратакан, хастар хĕр пек курăнчĕ ку хутĕнче. Эппин ăна шкулта темскер çитмест. Унăн шкулта чухне кăмăлĕ пусăрăнчăк.

10

Тамарăн чунĕ тăвăлса çитет. Килте те ларас килмест, амăшĕ пур чухне. Пĕччен пулас килет. Вара вăл Вальă патне кайма тухать. Сăрта хăпарма такăна-такăна пикенекен яка тĕплĕ çуллахи ботинкăллă, хулхушшине кĕнеке чикнĕ Генăна курать. Ăна алă тăсса парать. Кĕнекесем – Олдингтонпа Хемингуэйăн, Тамарă ăмсанса кăна пăхать. Генăпа юнашар вăл хăйне ним пĕлмен ахаль çын пек кăна туять. Валя питĕ вашават мар ку хутĕнче. Шăрчăка курать те, ку япăха тет. Тамара хăйне Митюк чуптуни çинчен пĕлтерет, пĕрремĕш чуптăвакан ĕмĕрлĕхех пулса юлать-и тесе ыйтать. Тепĕр ухмахĕ “Паллах, вара унталла-кунталла пăрăнкаласси пĕтет” тесе Тамарăн кăмăлне лап! пăсса хурать, ун хыççăн Тамарăн ашшĕ вăрă пулни çинчен каласа хурать. Çак мĕн пур усал сăмахсем хыççăн Тамарăна менельнике чĕнет. Уçăлма тухнă май парикмахерскине кĕртсе Тамарăн çÿçне кăтралатттарать.

11

Гена класа кĕрсен ачасем пÿлĕмре методист ларнине пăхмасăрах каçса кайса кулнине курчĕ. Тен, хăйĕнчен кулаççĕ терĕ те, систермесĕр хăйне тĕпчерĕ. Анчах ачасем çÿçне кăтралатса килнĕ Тамарăран кулнă пулнă. Урок пĕтнĕ-пĕтмен, учительскийне кĕнĕ-кĕмен ăна директор патне чĕнтерчĕç. Директор малтан питĕ лăпкăн калаçрĕ, кайран Тамарă мĕнле вĕреннине журнал тата тетрадьсене пăхса тĕпченĕ хыççăн студента вăрçрĕ. Тамара малтан “тăваттă”-“пиллĕк”сем илнĕ пулсан, Генă килнĕренпе “иккĕ”-“виççĕ”сем кăна. Гена директора хирĕç темтепĕр каласа тăкрĕ. Шкулти программăна та, политикăна та тиркесе илчĕ. Яковлева та ырăпа асăнчĕ. Директор паллă вĕрентÿçĕн ĕçне япăххăн хакласан, Генă Яковлева та хÿтĕлеме тăчĕ. Тамарă вуланă “Советы по уходу за новорожденными” кĕнекене кăтартсан, Тамарăна та хÿтĕлеме тăрăшрĕ. Паллах, директор ăна кабинетран “Марш!” тесе хуса кăларчĕ, учителсьскийре ăна курмăш-илтмĕш пулчĕç, вăл практика йĕркине пăсса тухса кайнăшăн асăрхаттаракан та пулмарĕ. Ăна хăйне хирĕç кавар пур пек туйăнчĕ.

12

Гена шкула аслă перемена тĕлнелле çитет. Ирпе ирех учительсем ун пирки калаçнă иккен, Тамара Голубевăна пăсаканĕ те вăлах мĕн. Хăйĕнпе пĕрле килнĕ практикантсем те тĕлĕннине пытармарĕç Генăпа саламлашнă чухне. Тамара урокран тухса тарнине илтсен Гена та чăтаймарĕ. Мĕн тума суйланă-ши вăл учитель ĕçне. Тамарăсем патне кĕрет, анчах ни амăшĕ, ни хĕрĕ çук. Шкула таврăнса руководителе кĕтесшĕн пулчĕ, унта ăна хирĕç Тамара пулчĕ. Куçĕсем шывланнă. Чăнах,  Гена пăтратса янă-ши? Руководителе кĕтмерĕ, хваттарне кайрĕ те чăматанĕсене пуçтарса тухса утрĕ. Институт преподавателĕ çитсен питĕ тĕлĕнчĕ, деканата пĕлтермелле тесе шут тытрĕ.

13

Тамара пĕччен уçăлса çÿрет. Валентин тата Митюк çинчен шухăшлать. Хăйĕн пысăк ĕмĕчĕсем çинчен. Хăйне пурнăç вĕт-шакăрне лакса ларнă пек курас килмест унăн. Кĕпер çинче чухне Вова иртсе каять. Вова çинчен шухăшлать. Автор Вовăн пурнăçне, тата ама çури амăшĕ ăна епле чăтма пултарайманни çинчен. Ку япаласене Тамара пĕлет-ши. Е Вовăна ытти çынсем пек “вăрă” тесе шухăшлать.

14

Амăшĕ Тамара çÿçне кăтралатнине курсан, хĕрачана кăларса ярать. Хĕрача таврăнмасть те Вальă патĕнче çĕр каçать. Амăшĕ шырама килсен Вальă ăна пытарать. Вальăн менельникĕ. Нмуай çын пухăнман. Митюк пур. Тамарă питĕ кăмăлсăр. Вак-тĕвек шÿт-юп çине пăхса ларнă чухне вăл Гена çинчен шухăшларĕ. Вăл кун пек çыпăçман путишсем тумĕччĕ. Ларнă çĕртех пÿрт пăчă пулнинчен-и Тамарăна япăх пулса кайрĕ, çитменнине Митюк çулăхрĕ. Митюке тĕртсе тухса тарчĕ вăл. Урама тухса чупсан юр ăшне ăнсăр ÿкрĕ.

15

Гена автобусран анса Вальăн менельникне Тамарăна çăлма каять. Пÿрт тĕлне çитсен Тамарăна урамра тĕл пулать. Хавшанă Тамарă Гена кăкăрне тĕршĕнет. Çав вăхăтра Митюк Генă çинче боксер ăсталăхне кăтартать. Хĕнесе тăкнă студент хăйĕн хваттерне мар, юлташ хваттерне каять.

16

Тамара чирлесе ÿкет, чун чирĕпе. Ни çывăраймасть, тĕлĕрсен те вăранса каять. Тапхăрăн-тапхăрăн Валя такампа ун çинчен кулса калаçнине илтет. Ун чи çывăх тусĕ те ăна йĕрĕнтерет. Вальăран шăнă улма ыйтать, уншăн укçа та пама хатĕр. Халĕ ăна пур енчен те усал шухăшсем, усал сăнсем хупăрласа тăраççĕ. Шăнă улма вара, амăшĕ çиме хушман япалан, çăлăнăç пек туйăнать. Çак терт нушаран вилĕмпе хăтăлам текен усал шухăш вырнаçса ларать ухмахах тухса кайнă хĕр пуçне.

17

Гена Вера Федоровна Тамарăн класс руководительници патне кĕрет. Студент пурне те ăнлантарса панă хыççăн учительница ăна тăхтамасăрах Тамара патне вĕçтерме хушать.

18

Тамара тахçан пĕчĕккĕ пулнă чухне курса хăранă тĕлĕке тепре курать. Çав тĕлĕкре унăн амăшĕ вилнĕ пек, çавăншăн вăл айăплă пек. Хĕрачан ăсĕ вĕçет, Валя ыйтни-каланисене те ăнкарса каймасть. Мунча кĕме каять: чăлхине хывса пушмакне çаралла тăхăнать. Малтан райцентр çывăхĕнчи парикмахерскинче çÿçне шакла кастарать, кайран мунчара вĕри шывпа сапăнса çăвăнать, шакла пуçĕ çине пысăк вĕри тумламсем ÿкни ăна ыраттармасть пек. Тухать те темиçе шăнă улма çиет. Çăмăллăн тăхăннăскер Валя килне çитиччен шăнса кÿтет, пĕртте асăрхамасть. Киле çитсен сарăлса выртать.Пĕр-ик сехетрен Валя Тамарăн çамкине тытса пăхать те пĕр тăхтамасăр кÿрше вĕçет – хĕрĕн çамки çунать. Тамара чăнăн-тĕлĕкĕн хăйне пĕр ушкăн хупăрланине сисет, унта амăшĕ те, йăмăкĕ те, Гена та пур.

19

Гена та пырса кĕрет. Тамара амăшĕ ăна курса тÿрех турчкапа юнать, Генăна тата шкула айăплать. Гена кил-йышăн та айăпĕ пур тет, хĕр ача тăван килĕнчех ют çын пек пулма хăнăхнă тет.

20

Шкул директорĕ Генăна шкултан хăваласа ярасшăн. Методист Генăна Тамара патне çине-çинех çÿреме сĕнет, – хăйне пĕччен ан туйтăр.

21

Тамара темиçе кун тăн пĕлмесĕр чирлесе выртать. Хĕрне чĕртесшĕн тăрăшнипе амăшĕ те çемçелсе кайнă пек. Рая тантăш килет, вĕсем унччен Тамарăпа çÿç пирки калаçнă. Тамара хитре маррисене юратмаççĕ тесе хуйхăрать. Рая вара сăн улшăннăшăн чун илемлĕхĕ улшăнмасть тет те тепĕр кунне хăй те шакла кастарса килсе чирлекен хĕрачана тĕлĕнтерсе пăрахать. Илемсĕр курăннишĕн пĕртте пăшăрханмалла мар, тепĕр çултан каялла ÿссе ларать, кам тулаш илемсĕр чухнехи Райăна юратмасть, илемлĕ чухне те ан та юраттăр, Райăшăн унашкалли кирлĕ мар. Чунĕшĕн юраттăр. Тамарă ячĕпе çыру килет. Хĕр тепĕр хут шкула каяссинчен питĕ вăтанать. Вара куккăшĕ Куйбышева пурăнма чĕнни уншăн Турă хăйне илтнĕ пекех пулса тухать. Урама уçăлма тухсан вăл Вовăпа тĕл пулать. Çак ачана малтанах килĕштеретчĕ, анчах амаçури амăшĕ тем тĕрлĕ сас-хура çÿретнипе шакла пуçлă хĕрача та сивĕнчĕ. Çынна ун çинчен çÿретекен сас-хура тăрăх тĕрĕс тĕшмĕртме пулсан, хайхи Тамарă çинчен Вова мĕн шухăшлатăр. Вовă та япăх çын мар пулĕ, сас-хурана ахалех ĕненмелле мар пуль.

22

Амăшĕ Тамарăна çула тухма пуçтарчĕ. Сасартăк Рая килчĕ те шкула чĕнчĕ, Унта Вера Федоровнăна наградăпа чыслас мероприяти иртмелле. Тамара каясшăн мар, анчах Рая ÿкĕте кĕртрĕ. Концертра чухне Геннадий пырса “эсĕ халĕ тухса кайни йывăрлăхран хăраса пăрăнни пулать” терĕ. Çак шухăшах хисеплĕ Вера Федоровна та палăртрĕ. Тамарăн кăмăлĕ пусăрăнчĕ.

23

Шартлама сивĕсем иртсе каяççĕ. Тамара чирленĕ хыççăн пĕрремĕш хут шкула тухать. Сасартăк вăл шкултисене пачах урăхла куçпа курать – шкулачисем те тимсĕр-чунсăрскерсем мар, учительсем муталасшăн кăна тăрмашмаççĕ. Геннадий тата ытти практикантсен юлашки кунĕ. Гена пуçне те шухăшсем килеççĕ: “Никам та çĕр çине “усал” çуралман… Çĕр çинче мĕнпур киревсĕр çынсемшĕн япăх учитель айăплă.” Çак пĕтĕмлетÿсемпе пĕрле автор хăй мĕншĕн Тамара çинчен çырнине те пĕтĕмлетсе хăварать: Тамара — капла калама майĕ килет пулсан — шкулăн, кил-йышăн чи сисĕмлĕ тĕкĕрĕ.

Эпилог

Эпилогĕ пачах урăх произведени пек вуланать. Тĕп хайлав майĕпен-майĕпен драмăлла пулса пынă пулсан, эпилогĕ – çăмăлçах соцреализм фарсĕ. Кунта тарăн психологизм çук, йăлтах йĕкĕлти шÿтсем те идилли. Геннадий шкула учитель пулса таврăнать. Пурте – шкул ачисем, учительсем пĕрле ĕçлеççĕ. Тамарăн Куйбышеври куккăшĕ те килет, вăл чăвашла такăрах мар пулин те пултарать. Тамарапа Вова пĕр-пĕрне юратма вĕренеççĕ. Шкул хыççăн та Шупашкара пĕрле вĕренме кайĕç. Тамарăн ăсран тайăлнисем – чунĕ пуян пулнинчен иккен. Вовă Тамарăпа мĕншĕн тарăхса калаçнине те ăнланса илет хĕрача. Вовă ăна идеальнăй çын туса хунă. Тарăхма пултарайманнипе юри тарăхнă пек калаçать, ама çури амăшĕ пусахласа çитернĕ иккен. Вовă Тамарăна çаксене ăнлантарнăшăн тав тăвать, ăна кун чухлĕ никам та ăнланман иккен.

[i] Чабрец.

[ii] Чечек тусанĕ, пыльца.

[iii] Çивĕт туни. Çÿçпе пĕрле çивĕтленĕ хăю.

[iv] Тайлăк.

[v] Сиенлĕх.

[vi] Вăйсăр, хăюсăр, усăсăр.

[vii] Йăвашлăх, кунĕ пулни.

[viii] Сикĕлчĕклĕ, майсăр, тикĕс мар.

[ix] Епренчĕк, епреме, йĕлпĕрчĕк, шăл йĕрсе кулни.

[x] Лĕклентерекен, ăша пăтрантаракан, хăсас килтерекен.

[xi] Паралич.

[xii] Рехет курса, киленсе.

[xiii] Ырă туйăмлă пул.

[xiv] Пĕлсе тăрсанах.

[xv] Çил-тăман.

[xvi] Элеклесе.

[xvii] Ылтăн.

[xviii] Хытă мар.

[xix] Тиркекен, суйлакан.

[xx] Шÿт.

[xxi] Карă, чаршав.

[xxii] Тăван мар хĕрсем пĕр-пĕрне аппа-йăмăк шутне тăратни

[xxiii] Сапаланса.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s