Геннадийĕн усси пур-и?


Юрий Скворцов (1931—1977) психологилле проза – индивидсен ăшри хирĕçĕвĕсене, чун-чĕрисене сăнласа – çырас енĕпе чи ăнăçлă писательсенчен пĕри. “Хĕрлĕ мăкăнь” произведенири тĕп сăнарĕ вăл –тин çеç пĕве кĕме пуçланă, ашшĕнчен тăлăха тăрса юлнă Тамара. Ĕçсем вăрçă пĕтни нумай çул иртнĕ Совет патшалăхĕнче, шкуллă чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Çак тапхăр хальхи нумай чăваш ачишĕн те ют мар – тинех, ни йăла-йĕрке, ни тĕн, çамрăксене ертсе тата тытса тăмаççĕ, йăлтах патшалăх тата вăл лартнă учительсенче.

Юрату, арлă пурнăç çинчен килте тата шкулта вĕренме май çук чухне, ачасем кинори, темĕнле журналсенчи популярнăй культура пултарса тăкнă сăвă-юрă тата каларăш альбомĕсене пăхса тĕрлĕрен ухмах шухăшсемпе сĕмленсе пурăнаççĕ. «Умри, но не давай поцелуя без любви» текен каларăш Тамара пек, çинçе чунлă, хĕрачан пуçне мĕнле минретнине, тата йĕри-таври çынсене епле хăратса пăрахнине куратпăр.

Каласа хăварас пулать, ку повесть арçынпа хĕрарăм хушшинчи юраллă хутшăнусене кăтартмасть. Ни ашшĕ-амăшĕ ни çамрăк вулакан та çак кĕнекере юрату çинчен чăн пĕлÿ илĕп тесе ан шанччăр. Кунти юрату вăл – ытларах туйăм-сисĕм тыткăнĕ, ÿт çунни, ăмсанни.

Повесть икĕ пĕр-пĕринчен уйрăм пайран тăрать теме пулать. Эпилогчен пулса иртнисем психологи енчен тарăн, çÿçенмелле çырнă тыткăнлакан драма. Тата Эпилог – чăн-чăн соцреализмла фарс.

Малтанхи сыпăксенче Тамара ĕçĕн психологилле чăнлăхне уçăмлă çырса кăтартнă, унашкал хăтланакан (чун-чĕре чирне пула çÿçне шакла кастарать) çамрăк хĕрсене тăтăшах телевидени экранĕсенче куратпăр – Бритни Спирз, Линдси Лохэн, Кэти Перри. Тамарăн суицидла хăтланăвĕсене кăтартмашкăн тĕн тата мистика тĕлĕшĕнчен сăнарлăхпа та усă курнă: илĕртекен пан улми, çылăхран çăвăнса тасалас тени.

Эпилогра вара Тамара депрессирен пĕтĕмĕшле сывалнă. Унăн унчченхи «ăсран тайăлнисем» – пурте унăн чунĕ пуян пулнинчен имĕш, вăл çаранри тĕрлĕ чечексен шăршисене симфони евĕр илтме пултарать.

Повеçĕн тепĕр пысăк сăнарĕ – Гена, вăл тепĕр темăпа – вĕрентÿ системи çинчен шухăшланипе – çыхăнса тăрать. Кунта тĕп сăнар – Гена, малтан практикант, эпилогра – вĕрентекен. Гена вăл гуманист, вăл шкул системине çĕнеттересшĕн. Автор хăй пултарнă сăнарсене çав тери юратать, вара хăш пĕр чухне те автор сăмахне пĕр-пĕр сăнарăн ăшĕнче çуралакан шухăшсенчен уйăрса илме май çук. Çапла Гена урлă Юрий Скворцов вулаканпа хăйĕн педагогикăлла философийĕпе пайлашать пулмалла. Акă Гена сăмахĕсем: «Эсир класра е класс тулашĕнче йăнăшсан вара ачасем сире нихçан та каçарас çук! Пĕр пĕчĕк йăнăшшăнах вĕсем сире мĕн ĕмĕр тăршшĕпех юнĕç! Халĕ вĕсем — тин çурăлнă мăкăнь çеçкисем. Пирĕн вĕсене тусан пĕрчинчен те сыхламалла, уйрăмах халь, çирĕпленсе çитиччен. Хĕвел тÿррĕн пăхнинчен те сыхламалла халь…»

Генăн шухăшĕсем тĕп сыпăксенче пиçсе çитмеççĕ. Шкул директорĕ ăна хăвалать, методистсем те ун ĕçне тиркеççĕ. Тепĕр тесен, Гена нимех те тумасть – кая юлса пынă хĕрĕн пурнăçне сăнаса, тата унтан ытла килти тата уйрăм пурнăçне çулăхса, характеристика çырма кăна пикенет. Тамарăн чи шуйхатуллă саманчĕсенче Гена пырса çитни – ăраскал пек, анчах чăннипе вара ăнсăрт кăна.

Шăпах çак çитменлĕхе тÿрре кăлармашкăн эпилог çырăннă пулмалла. Тамара пек хĕрача сасартăк унчченхи чун ыратавĕсене манса, ÿт туртăмĕсене çĕнтерсе çирĕпленсе çитсе вĕренÿре ăнăçасси чăн пурнăçра пулас çук япала, ăна ăнлантарса пама май пулсан автора  пĕр-ик çул сиктерсе хăварни кирлĕ марччĕ. Гена пек тимсĕр практикант институтран вĕренсе тухни те тĕлĕнмелле япала, çак ялах вĕрентме таврăнни те – çаксем пурте унччен илсе кăтартнă цитатăна тÿрре кăларасшăн çырнă япаласем кăна. Ун çумне тепĕр абсурдлă цитата илсе парас пулать:

«Учительтен нимĕнле усал ача та çук, вĕрентмелли ача кăна пур. Никам та çĕр çине «усал» çуралман, вăл кайран пăсăлса кайнă — учитель ачан пĕр-пĕр кăлтăкне вăхăтра асăрхаманнипе, ача япăх учитель аллине çакланнипе т. ыт. те. Çĕр çинче, кам пулсан та, япăх учитель çеç пулас марччĕ. Çĕр çинчи мĕнпур киревсĕр çынсемшĕн япăх учитель айăплă. Мĕнпур киревсĕр этеме вăл çуратнă…»

Мĕншĕн абсурд? Тамара пуç илле ĕç тăвасси шăпах класа Гена ертсе пынă чухне темиçе эрне хушши пулать. Произведенире Гена хăйне интереслентерекен шухăшсемпе кăна аппаланать, Тамарăна пĕр япала та вĕрентмест. Хĕрачана çывăхрисемех ура çине тăратаççĕ. Тамара ĕçĕшĕн шкул системи кăна айăплă-и – Тамара шухăшĕсене вуласа пĕртте унашкал пулса тухмасть: Тамара учительсене тата килти учительне (амăшне) кăна мар, шкул ачисене те – пурне те, пĕр хушă хурапа сăрласа лартать. Унăн усал ĕçĕшĕн Генăчченхи учительсене айăплани йăнăш, Генăна вĕрентсе тăракан, канаш паракан – Вера Федоровна завуч – Тамарăн юратнă учителĕ, вăл физика вĕрентет, хытă ыйтать, Тамарăна çакă килĕшет. Гена урокĕсенче вара Тамара тĕлĕксемпе ĕмĕтсене путса ларать, çаксемех ăна Вальăн ĕмĕтлĕ-çунатлă, анчах наркăмăшлă албомĕсем патне астараççĕ. Генăн айăпĕ çук текен йăнăшать. Автор та йăнăшать, çавăнпа пиçсе çитмен идейисене хайлавĕ çумне кукăр тĕкĕр лартса пурнăçпа çыхăнма пултарман эпилогра тÿрре кăтартма пикенет.

«Хĕрлĕ мăкăнь» шухăшĕ енчен хавшак пулин те киленсе вулама питĕ кăмăллă,  унта ытлашши шуйхатакан пулăмсем çук. Драмăлла хайлав кăмăллакансемшĕн питĕ пуян, ула-чăла материал. Пĕр кичем абзац та çук. Эпилогне вара сентиментализмпа комедие килĕштерекенсем кăмăллĕç.

Advertisements

Геннадийĕн усси пур-и?” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s