Георгий Краснов
Тинĕсре тупнă çĕрĕ
Приключениллĕ повесть
1
197… çулхи сивĕ хĕл иртсе кайсан Мускав радиостанцийĕн çуркуннехи пĕр хыпарĕ пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе ячĕ. Каярахпа Наукăсен академийĕ совет корреспонденчĕсемпе ют çĕршывсен журналисчĕсем валли ятарласах пресс-конференци ирттерчĕ. Виталий Синичкин биофилологпа унăн çывăх тусĕсен — дельфинсен — сăн ÿкерчĕкĕсене пичетлесе кăларчĕç.
— «Ученăй дельфинпа калаçать» («Советская Чувашия»).
«Коммунистсем пур океансене те хăйсен аллине çавăрса илме хатĕрленеççĕ. Вĕсен дельфинĕсем паян тесен паян Америка материкне хупăрласа илме хатĕр».
— «Уолл-стрит джорнэл», Нью-Йорк.