Николай Кушманов
Николай Кушманов Библи тăрăх чăвашла сăвăласа куçарнă хайлав. “Чун кĕнеки” ярăмран, 2-мĕш томран.
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Николай Кушманов
Умĕн Калани
Тĕнче литературинче Библири «Иов кенеки» уйрăмах паллă вырăн йышăнать. Вăл «Авалхи Саккунсен Халалĕнчи» Есфир кĕнекипе «Мухтав Юррисен кĕнеки» (Псалтирь) хушшинче вырнаçнă. Асăннă кĕнеке авторĕ пирки тĕрлĕрен калаççĕ. Пĕрисем ăна Иов ятлă пуян, теприсем Моисей пророк, виççĕмĕшсем Соломон е тата Ездра, Нееми, Малахи пророксем пурăннă вăхăтра паллă мар писатель çырнă теççĕ.
Çапах та «Иов кĕнекине» хăш тапхăрта çырнине тĕрĕс калама, унăн чăн-чăн авторне пĕлме май çук. Ăна, паллах, Моисей те, Григорий Богословпа Иоанн Златоуст шухăшланă пек, Соломон патша та çырман. Тĕслĕхрен, Кейль çак кĕнекене Еман пичетлеме пултарнă тет. Ахăртнех, халĕ эпир вулакан вариантпа паллă мар еврей писателĕ паллашнă. Тен, ăна вăл редакциленĕ те пулĕ, анчах та хăй çырман. «Иов кĕнекине» чăн малтан араб-идумей чĕлхипе пичетлесе кăларнă пулас, вара вăл тин ытти халăхсем патне çитнĕ. Юнгеров профессор çак шухаша çирĕплетсе çапла çырнă «Ку кĕнеке Аравинчи халăхсен пурнăçне сăнланă май çуралнă. Çакна, тĕслĕхрен, Аравинче епле майпа ылтăн кăларнине çырса кăтартнипе (XXVII, 1-20, Турра итлекенсене Арави лашисем çинчен ăнланмалла сăнланине (XXXIX, 19-25), страус, онагр хир ашакĕ), единорог, павлин (турткăш) пирки çырнипе те çирĕплетме пулать. Библи кĕнекисене çак вăхăтра çыракан еврей писателĕсен ĕçĕсенче те ун евĕрлĕ сăнарсене тĕл пулаймастăн. Мĕншĕн тесен Палестинăри йышлă халăх хушшинче çÿлерех асăннă чĕрчунсем пулман. Вĕсем пурте тенĕ пекех Аравин анлă çеçенхирĕсенче пурăнаççĕ. Иовăн пуянлăхĕ те, сăмах май каласан, тĕвесем пуррипе палăрать. Вĕсем, паллă ĕнтĕ, пушхирсенче çеçенхирсенчи куçса çÿрекен йăхсен тата номад çыннисен харпăрлăхĕ шутланнă. Библин ытти кĕнекисенче крокодилсем е левиафансем çинчен тĕплĕн асăннисем çук. Мĕншĕн-ха Мĕншĕн тесен Иорданири еврейсемшĕн ку чĕрчунсене сăнарласа пани ăнланмалла мар пулнă, арабсемшĕн вара пач урăхла Египета хăйсен караванĕсемпе час-часах тухса çÿренĕ май Нил тăрăхĕнчи çÿлерех асăннă чĕрчунсене вĕсен тăтăшах курма май килнĕ».
Çапла вара «Иов кĕнекине» малтанах еврей чĕлхипе çырман пулсан та асăннă халалра Турă çинчен Библире вĕрентни, çут тĕнчене пултарни, шеол (леш тĕнчери пурнăç) çинчен, ырă тата усал сывлăш пирки каланисем «Авалхи Саккунсен Халалĕн» («Ветхий Закетăи») кĕнекисенчи пекех çырнине çакăн пек ăнлантармалла пулĕ. Ахăртнех, «Иов кĕнекин» малтанхи варианчĕн Турра ĕненекен еврей писателĕ, араб чĕлхине пĕлекенскер, паллашнă пулĕ. Кайран ăна вал еврейле куçарнă,
тен, автор Тура пилĕпе хавхаланса, кĕнекене улшăнусем кĕртнĕ, Çапла вара вăл «Авалхи Сакунсен Халалĕн» Канон йĕркине кĕме тивĕçлĕ пулса тăнă (Ибид., 339).
Кĕнекере улăштарнă вырăнсем пуррине çак тĕслĕхрен те асăрхама пулать Иовăн пурлăхĕ тата ачисем çинчен калакан йĕркесене (çичĕ ывăлпа виçĕ хер, 7000 сурăхпа 3000 тĕве, 500 вăкăрпа 500 ашак) симметри саккунне пăхăнса çырнине куратпăр. Кĕнекере инкек-синкек пĕр кунта пулса иртни, çакă малтан палăртса хунă йĕркепе пурнăçланни, шухăшсен аталанăвĕ умлăн-хыçлăн йĕркеленсе пыни тата ытти хăшпĕр пулăмсене пĕрпеклĕх саккунне пăхăнса çырни те маларах каланă шухаша çирĕплетсе парать.
«Иов кĕнеки» 42 пайран тăрать. Автор Иов мĕнле сăлтавсене пула чирлесе ÿкнине, кайран тĕрлĕ инкек-синкек курнине тĕплĕн сăнласа панă. Турă çут тĕнчере мĕнле вырăн йышăнать, Вăл этем тĕлĕшĕпе Хăйне епле тытать — çаксем пурте вулакан умне ĕненмелле, витĕмлĕн туха-туха тăраççĕ. Мĕншĕн ырă кăмăллă çынсем телейсĕр, çылăха кĕнисем ырлăх кураççĕ Çĕр çинчи пуянлăха усал чунлисемпе тÿрĕ кăмăллисем пĕр пек пайламаннине, çапах та çак пулăма Турă Хăй йĕркелесе тăнине епле ăнлантарса памалла Кăмăл-сипет пуçламăшĕ, Турăран хăрани, Ăна ĕненни тата шанни, çут тĕнчере айапсемсĕр таса пурăнни, юратни, çывăх çынсен тĕлĕшĕпе тÿре кăмăллă пулма тăрăшни, инкек-синкеке тÿсĕмлĕн чăтса ирттерни, чухăнсене шеллени, вĕсене кулленкун пулăшни тата ытти те — çаксем пурте Иов тусĕсемпе калаçнă чух куç умне ĕнентерÿллĕн тухса тăраççĕ. Турă унăн пуянлăхне ним хăвармасăр туртса илсен те, Вăл тем тĕрлĕ чир-чĕр ярсан та, пурĕпĕр Ăна хисеплемеллине, Унăн ирĕкĕнчен тухма юраманнине Иов витĕмлĕн калать. Кунта çакна манмалла мар — вăл выльăх-чĕрлĕхсĕр, кил-çурчĕсĕр, ачисемсĕр тăрса юлнă «аннерен çаппа-çарамас çуралтăм, çĕре те çаппа-çарамасах кĕретĕп. Турă пачĕ, Турă илчĕ, Турă епле тăвас тенĕ пек пулчĕ, Турă ячĕ мухтавлă пултăр! » (1, 21); е тата арăмĕ ăна Турра хурлама хистесен, Иов çапла хуравлать «ăссăр çын пек калаçатăн эсĕ, эпир Турăран ырăлăха йышăнатпăр, усала йышăнас мар-и» (11, 10); çапах та Иов тем тĕрлĕ, чăтма май çук хĕн-хур курсан та, тусĕсем ăна сăлтавсăрах айăпласан вăл, чăнах та, хăйĕн çуралнă кунне ылханать, анчах та çутă пулăма — вилсен тепĕр хут чĕрĕлсе тăрассине самантлăха та манмасть, çав кун килессине чун-чĕререн шанать «Эпĕ пĕлетĕп, хыттăн кăшкăрать Иов, мана Çăлакан чĕрĕ, юлашки кун çитсен Вăл манăн çак çĕрес тăракан ÿтĕме тăпраран каллех чĕртсе тăратĕ; вара çĕнĕрен ÿтленсен эпĕ хам Туррăма курăп». (XIX, 25, 26).
«Çĕнĕ Сăмахра» (I Кор. III, 19) «Иов кĕнеки» «Авалхи Саккунсен Халалĕн» Канон йĕркине кĕнĕ пирки тÿрремĕнех çырнă. Çавăнпа та Чиркÿ «Иов кĕнекине» пысăк вырăна хунă. Турра ĕненекенсене унпа тĕплĕн паллашма сĕннĕ. Нумай нуша, хĕн-хур курнă Иова Чиркÿ çуллен майăн 6-мĕшĕнче асăнать.
Иов Кĕнеки
I
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов таса, тÿрĕ чунлă пулни, Турра юратнăран ырлăх курни. Вăл нушаланма пуçланин сăлтавĕ. Тÿрĕ çыннăн инкекĕсем. Асапланакан чăтни.
Уц çĕрĕнче Турра ялан савса,
Чун-чĕререн Ăна йăлт парăнса
Иов ятпа пĕр тÿр этем çÿренĕ,
Усаллăха вăл куллен-кун сивленĕ.
Çич ывăлпа пĕрле виç хĕр ун пулнă,
Мулпа, пуянлăхпа кил-çурчĕ тулнă.
Тĕве хисепĕ çитнĕ виç пине,
Çуллен ÿстернĕ кайăк-кĕшĕкне.
Пилĕк çĕр мăшăр пулнă вăкăрсем,
Çичĕ пин пуç — ытти вак выльăхсем,
Ашакĕсен шутне пачах та маннă,
Тарçийĕсем ятне те астуман вăл.
Çав тĕрлĕ пурлăха ăна Хăй Тура
Пилленĕ те каланă ырă кур эс.
Кăмăлĕпе Иов пит лайăхран
Ун ячĕ сумлă пулнă Тухăçра.
Ывăлĕсем хăна-вĕрле пухсан
Виç йăмăкне те йыхăрма манман.
Кашни çемье пĕр çăвартан çеç сурнă,
Пĕрне-пĕри телей те сывлăх суннă.
Кашнийĕн патĕнче черетленсе
Шăв-шавлă ĕçкĕ-çикĕсем иртсен
Иов пурне те килĕнче пуçтарнă,
Ирех тăрса çылăхсенчен тасатнă.
Вĕсен ячĕпеле пăру вăл пуснă,
Каланă Турăшăн парне çак пултăр.
Ана çунтарнă та, ачасенчен
Хăпайччăр тенĕ çылăхсем куллен.
Турра пурăнмалли пĕр кунхине
Пуçтарăннă Ангелсем Ун умне.
Кашнийĕ Турăпа пуплесшĕн пулнă,
Çак ушкăна шуйттан та пырса тăнă.
Тĕпчевлĕн Турă ыйтнă кĕç унран
Эртел-йыша эс килтĕн халь ăçтан
Каланă леш çÿрерĕм эп таçта та,
Çĕр тавралла куллен утса тухатăп.
Татах та Турă ыйтнă шуйттанран
Иов пирки пĕлтер, вăл ман чура.
Хăвах эс лайăх асăрхарăн пулĕ,
Таса та тÿрĕ, çутă ун кун-çулĕ.
Хальччен кÿрентермен вăл никама та,
Тĕрĕслĕхпе çеç палăрнă ялан.
Манран хăрать, сума сăвать, ырлать,
Усал ĕçпе вăл явăçмасть нихçан та.
Шуйттанĕ кĕттерсе тăман вăрах,
Хуравласа каланă çапларах
Сăлтавĕ унăн пур Сана савмашкăн,
Çавна ăс кирлех мар-ха ăнкармашкăн.
Эс мар-и-ха сыхларăн çурт-йĕрне,
Чунне те çавăртăн çапла хăв майлă.
Пиллерĕн унăн шăпине, çулне,
Ĕç-хĕлĕнче нихçан курмарăн айăп.
Эс мар-и-ха Иов пуянлăхне
Шухăшламасăрах куллен çĕклерĕн
Кĕтĕвĕнчи выльăхĕсен йышне
Чăрмав кÿмесĕр çулсерен ÿстертĕн.
Ăна çука хăвар-ха шеллемесĕр,
Пĕтер мĕн пуррине, ун чух вара
Хăвна сума суманнине куран.
Вăл пурăнĕ Сана хисеплемесĕр.
Каланă Турă шуйттана çапла
Хăв мĕн шутлатăн — ту. Паратăп ирĕк,
Анчах ун кун-çулне ан тат, сыхла,
Хăйне хĕн-хур кăтарт хуть каçăн-ирĕн.
Çакна илтсессĕн уйрăлнă шуйттан,
Вăл хавхаланнă ĕнтĕ.
Аслă Турă ăна чăрмантармасть.
Эппин вай хурĕ Иовăн пурнăçне пăсма ялан.
Пĕррехинче йăх пуçĕн ачисем
Пĕрле пуçтарăннă, калаçнă шавлăн.
Мухтанă аслă пиччĕшне вĕсем
Хăналанишĕн, пурăннишĕн чаплă.
Кашнийĕн ырă, уçă кăмăл пулнă.
Хаваслă уявра ташланă, кулнă.
Вĕсем туйман типшар курассине,
Пуян çурта инкек кĕрессине…
Çав вăхăтра Иовăн кил-çуртне
Пĕр çын кĕрет, калать вăл хыпарне
Хуçа, хуçа, тет, санăн пысăк хурлăх —
Выльăхусем çухалчĕç, пĕтрĕç пурте.
Тухсаччĕ акана хире ирех,
Ĕçлеттĕмĕр аван, инкек кĕтмен те,
Анчах Савей çыннийĕсем кĕçех
Хăрушшăн тапăнчĕç. Пач хĕрхенмерĕç.
Чурусене вĕлерчĕç. Эп çеç тартăм.
Ун хыççăн акари вăкăрсене,
Ашаксене те пĕр çĕре пуçтарчĕç,
Пурне те илсе кайрĕç вĕсене.
Тискер ĕçе хам куçăмпа хам куртăм,
Сана çакна йăлт хыпарласшăн пултăм.
Енчен те эп унта вилнĕ пулсан
Çак чăнлăха пĕлеймĕттĕн нихçан.
Кăшт тăрсанах Иовăн кил-çуртне
Кĕрет тепри, калатъ хăй сăмахне
Хуçа, хуçа, тет, санăн пысăк хурлăх —
Кĕтÿçĕсем вутра тĕп пулчĕç пурте.
Паян ак эп кĕтÿ тапăрĕнчен
Кăшт айккинче çÿреттĕмччĕ пĕччен.
Кĕтмен çĕртен çÿлтен хăрушă çулăм
Çĕре ÿксен тавралăх вăйлăн çунчĕ.
Ку Турă вучĕ пулчĕ, ма тесен
Вăл никама та хĕрхенмест иккен.
Пĕр самантрах сурăхусем йăлт пĕтрĕç,
Яш ачасем, нихçан пулман пек, çĕтрĕç.
Хăруш ĕçе хам куçăмпа хам куртăм,
Хыпарăма хăвнах каласшăн пултăм.
Енчен те эп унта çунса кайсан
Çак чăнлăха пĕлеймĕттĕн нихçан.
Çав самантрах Иов умне татах
Тарçи тухса тăрать, калать сăмах
Хуçа, хуçа, тет, санăн пысăк хурлăх —
Курпунлă тĕвÿсем çухалчĕç пурте.
Халдейăн виç отрячĕ вĕсене
Пĕрле пуçтарчĕç те инçе ăсатрĕç.
Кĕтÿ кĕтсе пурнан ачасене
Пурне те хĕçпеле касса турарĕç.
Тискер ĕçе хам куçăмпа хам куртăм,
Сана çакна çеç хыпарласшăн пултăм.
Енчен те вĕсенчен эп тармасан
Çак чăнлăха пĕлместĕнччĕ нихçан.
Чи аслă ывăлăн чури кĕçех
Кĕрет те сăмахлать çине-çинех
Хуçа, хуçа, тет, пирĕн пысăк хурлăх —
Сан ачусем халь çук-çке, вилчĕç пурте.
Вĕсем уяв кĕрекинче ларатчĕç,
Ĕçетчĕç те çиетчĕç, савăнатчĕç.
Йăпăртлăха эп тухнăччĕ пÿртрен,
Инкек пулассине, паллах, пĕлмен.
Сасартăк тухрĕ вăйлă çил, унтан
Çĕклерĕ тÿпене çити çурта.
Кайран ачусемпе пĕрле ÿкерчĕ.
Пÿртрисене пурне те вăл пĕтерчĕ.
Тискер ĕçе хам куçăмпа хам куртăм,
Сана çакна йăлт хыпарласшăн пултăм.
Енчен те урама эп тухмасан,
Çак чăнлăха пĕлместĕн эс нихçан.
Хыпарĕсем ытла, ытла хăрушă,
Малашлăх ырă пекчĕ, халь пуш-пушă.
Иов çĕкленчĕ те чĕнмесĕрех
Хăйĕн тумне йăлт çурчĕ çийĕнчех.
Кайран васкавлăн вăл çÿçне кастарчĕ,
Çĕре ÿксе пуççапрĕ, сăмахларĕ
Аннеçĕм варĕнчен тухсассăн ман
Тем тĕрлĕ мул, нухрат çумра пулман.
Пуянлăха пĕр чĕптĕм те илмесĕр
Халь хатĕр каялла çĕре кĕме.
Анчах Ăна нихçан ÿпкелеместĕп,
Вăл хушнине вăй пур-ха ĕненме.
Пурне те Турă пачĕ — Турă илчĕ.
Кирек мĕнле ĕçе Хăй пĕлнĕ пек
Вăл пурнăçлать-çке яланах ăшпиллĕн.
Ăна мухтатăп эп ĕлĕкхиллех.
Çапла Иов Турра çеç чĕререн
Юратнине пит лайăххăн кăтартнă.
Ун умĕнче вăл çылăха кĕмен,
Усаллăхран куллен чунне сыхланă.
II
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Турă ачисем (ангелсем) тата сатана (шуйттан) иккĕмĕш хут Турă умĕнче пухăннă. Сатанан (шуйттанăн) элекĕ. Иов чирлесе ÿкни, вăл ял тулашне тухса сипленме тăрăшни. Арăмĕ ÿкĕтлени тата Иовăн хуравĕ. Тусĕсем килсе çитни.
Турра пурăнмалли пĕр кунхине
Пуçтарăннă Ангелсем Ун умне.
Кашнийĕ Турăпа пуплесшĕн пулнă,
Çак ушкăна шуйттан та пырса тăнă.
Тĕпчевлĕн Турă ыйтнă кĕç унран
Эртел-йыша эс килтĕн халь ăçтан
Каланă леш çÿрерĕм эп таçта та.
Çĕр тавралла çуллен утса тухатăп.
Татах та Турă ыйтнă шуйттанран
Иов пирки пĕлтер, вăл ман чура.
Хăвах эс лайăх асăрхарăн пулĕ
Таса та тÿрĕ, çутă ун кун-çулĕ.
Хальччен кÿрентермен вăл никама та,
Тĕрĕслĕхпе çеç палăрнă ялан.
Манран хăрать, сума сăвать, ырлать,
Усал ĕçпе вăл явăçмасть нихçан та.
Анчах та Эпĕ сан элекÿпе
Таса çынна сăлтавсăр кÿрентертĕм.
Кун-çулĕ унăн халĕ питĕ тертлĕ,
Ăна эс хăратаймăн инкекпе.
Шуйттан Ăна тăнланă та унтан
Каланă пур-ха хăратма сăлтав,
Мĕн-ма тесен тире шав пăхăнаççĕ
Ун чăн хакне кура кана хальхаççăн.
Эппин, этем те пурăнас килсессĕн
Пĕр хăйĕншĕн мĕн кирлине тăвать.
Енчен те ăнсăртран чир-чĕр ерсессĕн
Ăна сиресшĕн вăл чунне сутать.
Эс Хăвăн вăйлă аллупа ÿтне,
Шăмми-шаккисене пĕр хут çеç тĕкĕн,
Вара тин чухлăн унăн кăмăлне:
Иов пит ырлĕ-иш Сана хăй тĕллĕн?
Каланă Турă шуйттана çапла:
Хăв мĕн шутлатăн — ту. Паратăп ирĕк.
Анчах эс ун чунне ан ил, сыхла,
Инкек курсассăн та вăл каçăн-ирĕн.
Çакна илтсессĕн уйрăлнă шуйттан,
Вăл хытă савăннă, ара, Хăй Турă
Ăна чăрмантармасть. Эппин, вăй хурĕ
Иовăн пурнăçне пăсма ялан.
Ăна тĕл пулнă, шухăшне çитернĕ.
Урисенчен пуç тÿпине çити
Усал кĕсен-юхан сыртарнă, тин
Ĕлĕкхилле эс çăлăнаймăп тенĕ.
Иов вара ял тулашне тухса
Куллен кĕл тăкнă вырăна çÿренĕ.
Чÿлмек катăкĕпе ÿтне хырса
Тасатнă май сипленессе ĕненнĕ.
Анчах та ĕçĕ пулнă кăлăхах,
Суранĕ ÿснĕ ун татах, татах.
Пĕртен-пĕр арăмĕ çапла каланă:
Çак асапа епле, епле чăтан эс?
Çăлăнасси пирки шутлатăн уссăр,
Кун-çул та пирĕн кайрĕ харама.
Ачасене май çук тепре курма,
Малашлăх пушă-çке, ан пулччĕ суккăр.
Ларатăн шăршлă ăмансем çинче,
Ыр пурнăç килессе кĕтме кирлех-ши?
Иртет мехелĕм тарçă ĕçĕнче,
Çавна пула эп хам та шав чирлетĕп,
Канма выртсассăн ыйăхăм килмест,
Хĕвел тухсассăн — кун илемленмест.
Çын куçĕнчен пăхатăп ирĕн-каçăн,
Тин кураймастăп ĕнтĕ ырлăх-канăç.
Эппин, çапла куллен хĕн куриччен,
Турра пĕрре эс вăрç чун каниччен.
Вара вилетĕн те час лăпланатăп:,
Асаплă пурнăçран йăлт хăтăлатăн.
Иов хăй мăшăрне хытах сивленĕ:
Ытла та ăссăр çын пекех пуплетĕн.
Малтан эс шухăшлаччĕ пуç тавра,
Епле хăям çиллентерме Турра?
Унран эс ырлăхне кăна ыйтасшăн,
Хĕне вара пачах чăтасшăн мар.
Мĕн пÿрнине ак эп йăлт йышăнасшăн,
Чĕлхеçĕм çаврăнмасть Ăна вăрçма.
Иов каллех Турра çеç чĕререн
Юратнине пит лайăххăн кăтартнă.
Ун умĕнче вăл çылăха кĕмен,
Усаллăхран куллен чунне сыхланă.
Иов тем тĕрлĕ терт курни çинчен
Феман, Савхей, Наам тăрăхĕнчи
Елифазпа Вилдад, Софар кĕç илтнĕ,
Виç тус васкавлăн ун патне ак килнĕ.
Вĕсем юлташĕн хĕн-хурне курса
Ăна куллен-кун пулăшасшăн пулнă.
Пит çывăхран ÿт суранне пăхса
Май килнĕ таранах сиплесшĕн çуннă.
Кĕç асăрханă тантăшне вĕсем,
Шак хытса тăнă шутсăр тĕлĕнсе.
Мĕн-ма тесен ăна халь паллама та,
Чăнах, пит кансĕр пулнă-çке ытла та.
Иов çинче тата çывăхĕнче
Тем тĕрлĕ хурт пĕр вĕçĕм кĕшĕлтетнĕ.
Çири тум-тирĕ çĕтĕлнĕ веçех,
Вăл мĕскĕннĕн пĕччен ларса тертленнĕ.
Виç тус чунри пур хавалне пухса
Кăшкăрнă харăссăн, хыт асапланнăн.
Кашнийĕ тумтирне йăлтах çурса,
Пуç тăррине тăпра сапма пуçланă.
Иов çывăхĕнче вĕсем çич кун,
Çич çĕр хушши чĕнмесĕр шăппăн ларнă.
Юлташĕ нушаланнă, курнă хур,
Вĕсем унпа сăмах хушма аптранă.
III
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов хăй çуралнă куна тата çĕре ылханни. Çут тĕнчере пурăнма пуçланишĕн ÿкĕнни.
Çич кун та çичĕ çĕр иртсе кайсассăн
Иов пуçланă калаçма тинех.
Çут тĕнчери мĕн пур инкек-асапшăн
Ылханнă, вăрçăшнă çине-çинех:
Тĕп пултăр эп çуралнă кун часрах,
Этем халь тĕвĕленчĕ тенĕ каç та.
Сĕм тĕттĕмре хуплантăр вăл йăлтах,
Вĕсем çине Турă пиллĕхĕ ан кайтăр.
Тÿлек куна Ялтравлă, ырă çутă
Хĕрÿ хĕмпе ан саптăр васкаса.
Ăна сивлеклĕ илтĕр çавăрса,
Ун тĕлĕнче нихçан хĕвел ан çунтăр.
Сив вилĕм тĕттĕмĕ çеç яланах
Йăлт пусса питĕрех халь çав куна.
Пĕрмай пĕçерттĕр те шав пăчăхтартăр,
Хăрушшăн пур енчен хĕрÿн çунтартăр.
Эп тĕвĕленнĕ каç та каç ан пултăр,
Уйăх шутне ан кĕтĕрччĕ нихçан.
Çулталăк йышĕнче те вăл ан юлтăр,
Çав çĕр ан хуçалантăрччĕ пачах.
Ах! тархаслатăп, хытă тилмĕретĕп,
Ун чух ан килтĕр çĕр çине этем.
Çак каç çын çуралсассăн, эп пĕлетĕп,
Кураймĕ вăл сÿнми телей-илем.
Çав вăхăтра çуралнисем ăна
Чун хавалне пухса пĕрмай ылханччăр.
Вара шиклентĕрччĕ Левиафан та,
Унран вăл сехĕрлентĕр яланах.
Ир кÿлĕм çĕр çине хĕвел, хĕмне,
Кун çутине сарас тесе, пăхсан та,
Куç хупаххи ун хупăнтар сасартăк,
Çут çăлтăрсем ан тухчăр тÿпене.
Çуралмалла пулман-çке ман пачах.
Эппин, çут тĕнчене килме чарманшăн,
Куç умĕнчи хуйха сирсе ямашкăн
Сивлетĕп эпĕ çав хура каçа.
Мĕскершĕн эп аннеçĕм варĕнче
Уа! Уа! тесе сас париччен
Пĕртен-пĕр вилĕмне тĕл пулайман-ха,
Нимскер курмасăрах кăнса выртман-ха?
Анне мĕскершĕн йышăннă мана?
Чĕрçи çинче лартса шав выляттарнă.
Йĕрсе ярсан, çиме ыйтсассăнах
Кăкăрĕпе васкавлăн тăрантарнă?
Çуралман çын рехетлĕрех, туятăп,
Вăл курас çук нихçан сехмет мĕнне.
Килмен пулсан эп çутă тĕнчене,
Пĕр шухăшсăр кăнса кăна выртаттăм,
Пушхирсенче тем чуль çурт-йĕр çĕкленĕ,
Патшасемпе е аслă çынсемпе
Пĕрле канăттăм та вара куллен-кун
Пач курнăçмасть тĕрлĕ инкекпе.
Выртаттăм шухăшсăр пуянсемпе,
Эреш тумпа çÿренĕ князьсемпе.
Вĕсен мĕн чухлĕ пулнă ылтăн-кĕмĕл,
Кашнийĕн керменре çеç иртнĕ ĕмĕр.
Е ачана пит вăрттăн çуратсассăн,
Ана кун çутине ним кăтартмасăр
Пытарнă евĕр, манăн та çаплах
Ма пĕтмелле пулман-ши васкасах?
Унта саккунлăха уяманни те
Хăратаймасть тÿр кăмăллисене.
Йывăрлăхра халтан кайса ÿкни те
Тупать пĕртен-пĕр канăçне тинех.
Тахçан сив тĕрмере хур курнисем
Унти ырăлăха часах лекеççĕ.
Хуралçă кăшкăрашнине вĕсем
Утне çÿçентерсе куллен илтмеççĕ.
Унта çук кĕçĕнни те чи асли,
Унта пĕр-пĕринпе кашни пĕр танлă.
Чуран та ирĕкне хăйне валли
Унта хуçисĕрех тупма пур шанăç.
Енчен те хурлăх çеç курма кÿрсессĕн
Этем мĕскершĕн тĕнчере пурнать?
Ун илемне те мĕншĕн шав туять,
Ытах та вăл куллен-кун кÿренсессĕн?
Çĕр айĕнчи мула çеç тепĕр чух
Чавса кăларĕç-ха çине тăрсассăн,
Анчах сив вилĕме пит шырасан та
Туйма та халь вĕсен вăй-халĕ çук.
Çавсем пит хавасланĕччĕç, енчен те
Кĕрсе выртсассăн тупăкăн ăшне.
Пит шел, мĕн-ма тесессĕн тĕллевне
Пурнăçлаймаççĕ-çке ĕмĕтленсен те.
Çынна мĕскершĕн пурнăç панă Турă
Ăна илет пулсассăн каялла?
Пĕрре пĕтсен тепре килмест вăл урăх,
Сив вилĕмре ун ма пăчăхмалла?
Йÿç тарĕпе пуçтарнă çăкăрне те
Пĕр кулянмасăр вăл ав хыпаймасть.
Шыв пек капланнă хуйхă-суйхине те
Сăн-питĕнчен шăлса тасатаймасть.
Мĕнрен хăраттăм, питĕ шикленеттĕм,
Тĕл пултăм пурĕпĕр шăп çавăнпах.
Мĕскер умри çула ялан пĕлетчĕ,
Эп курнăçрăм каллех, каллех унпа.
Шăп çавăнпа чуна пуçарасси те,
Рехет те киленÿ пулмарĕ-ха. —
Иов тилмĕрнĕ: ман хуйха-суйха
Çут тĕнчере куллен-кун кам йăлт сирĕ?
IV
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Елифаз калаçăвĕн малтанхи пайĕ. Пуçламăшĕ. Калаçăва тапратса яма сăлтав шырани. Елифазăн тĕп шухăшĕ: çĕр çинче çылăхлисем çеç инкек кураççĕ.
Феман çынни, ун ячĕ Елифаз,
Пĕлтернĕ шухăшне кĕç Иова:
Санпа пуплесшĕн-ха, сăмах хушасшăн,
Пуçра мĕн пуррине йăлтах каласшăн.
Чылай çынна эс вĕрентсе пурнаттăн,
Кирек хăçан та пулăшса тăраттăн,
Сиреттĕн пурнăçри хуйха-суйха,
Вăйран кайнисене параттăн хал.
Вĕсем куллен-кун канашпа итлетчĕç,
Чун хавалне пухса тĕреклĕлетрĕç,
Хавхаланатчĕç сан сăмахупа,
Утатчĕç эс кăтартнă тÿр çулпа.
Халь акă кур-ха, хăв та чăтаймарăн,
Инкек пырса çапсассăн йăлт хавшарăн:
Ларатăн мĕскĕннĕн пит кулянса,
Ыйткалакан пекех пуçна усса.
Эс халиччен Турра пит хисеплеттĕн,
Эппин, Ăна кăна, тен, шанмалла?
Çут тĕнчере тÿр çулпала çÿреттĕн,
Тен, унчченхи пекех пурăнмалла?
Шухăшласа пăхсамччĕ эс, тархасшăн:
Çын йăнăш тумасан пĕтет-и-ха?
Пурăнăçра та вăл таса пулсассăн
Пĕр айăп çук çĕртех вилет-и-ха?
Çут тĕнчере эп хам та тем те курнă,
Çакна пĕлетĕн эсĕ те аван. .
Кам пурнăçра усал акать ялан,
Çав çын вырса илет çуллен-çул хурлăх.
Эппин, этем çак çулпала кайсассăн,
Мехел çитсессĕн — Турă тавăрать.
Çилли тулса килет те Ун хăватлăн,
Пĕрре вĕрсех ăна Вăл тĕп тăвать.
Арăслана сăначчĕ эс, тархасшăн,
Епле хăрушшăн хытă мĕкĕрет.
Анчах та вăй-хăвачĕ хавшасассăн
Сас кăлармасăр мĕскĕннĕн çÿрет.
Унччен кăна вăл питĕ те хаярччĕ,
Тĕл пулнă чĕрчуна тытса çуратчĕ.
Çапах ăна та Турă кĕç чарать,
Мĕнпур шăлне ним юлмиччен ватать.
Тискер чĕрчун шăпи питех синкерлĕ:
Вăл выçăхса çитсессĕнех вилет.
Амин çурийĕсен те пурнăç тертлĕ:
Кĕç саланаççĕ тĕрлĕ еннелле.
Çапла та эп каласшăн халь сана:
Ман патăма хыпар пит вăрттăн çитрĕ.
Ăна хăлхам кĕтмен çĕртен йăлт илтрĕ,
Эппин тăнлаччĕ эсĕ те çавна.
Эп тĕлĕрсе кайманччĕ-ха, выртаттăм
Тĕлĕкĕмсем çинчен шухăшласа.
Ĕçленĕ хыççăн канăçлăх тупса
Çынсем ун чух пит лăпкăн çывăратчĕç.
Сасартăк шарт сиксе, ун-кун пăхса,
Сиксе эп тăтăм питĕ хăраса,
Ут-пĕвĕм, ман шăм-шакăм пач кĕтмен те,
Чĕтрерĕ хăвăрт. Чăн та, хыт шиклентĕм.
Пуç тĕлĕнче кĕç сывлăш иртнĕ майăн
Çÿç-пуçăм вирелле ак тăчĕ манăн.
Вăл чарăнса тăрсассăн ах тăпах
Хăрарăм эп тата та ытларах.
Анчах сăн-сăпатне тĕшмĕртеймерĕм,
Пит-куç евĕррине çеç куртăм-ха.
Çил вĕрнĕ пек пулсассăн тин илтейрĕм
Чуна çÿçентерен çут чăнлăха.
Вăл пăхса тăчĕ те унтан тĕпчерĕ:
Этем хăйне кун панă Турăран,
Мĕн пуррине Пултаракан вăйран
Пит ырă-им? Таса-им-ха? Енчен те
Ун умĕнче тухас тесен тÿрре
Ĕç-хĕлĕ ăнăçать-им-ха тÿрех?
Пĕлетпĕр-çке: çут тĕнчене вăл килнĕ
Хĕрарăма пула. Унран вăй илнĕ.
Чухлатпăр-çке; мĕнпур чурисене те
Куллен шанмасăр тăхтаса пурнать.
Вĕсемпеле пĕрле ангелсенче те
Кирек хăçан та айăпсем тупать.
Лексессĕн çылăхăн серепине
Святойсене те пач хĕрхенмĕ Турă,
Сыхламаннишĕн ырă тивĕçне
Вăл вĕсене те тĕттĕмре çеç усрĕ.
Тăпра çуртра çеç пурăнсан çын чунĕ
Ялан епле вăл ырă пулĕ-ха?
Çав пÿртĕн пур енчен тĕрекĕ çук-çке,
Эппин, этем камран илейĕ хал?
Кĕве кăна вăл, хурт-кăпшанкă çеç.
Çине тăрсассăн та тÿрре тухаймĕ.
Кирек хăçан та Турă умĕнче,
Хыт тăрăшсан та, унăн пулĕ айăп.
Ирпе каç хушшинче тăпраслă çурт та —
Пăхса та ĕлкĕреймĕп — ишĕлет.
Ун çийĕнчи ем-ешĕл курăк, кур-ха,
Çулса пăрахнă йăлт шанса типет.
Тен, çавăнпа çынсем ырăлăха
Вилсен хăйсемпеле илсе каяççĕ?
Алла илмесĕрех ăслăлăха
Çут тĕнчерен пит хăвăрт уйрăлаççĕ.
V
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Елифаз калаçăвĕн иккĕмĕш пайĕ. Иов хăйĕн сăмахĕ çине çирĕп тăни. Турра ÿпкелени ырă патне илсе çитермест. Вăл (Турă) тата та хытă çилленме пултарать. Иовăн Турă умĕнче йăвашланмалла, вара унăн кун-çулĕ улшăнĕ. Малашне Ăна итлесен çеç ырлăх курма пулать.
Хыт тилмĕрсе пăхсассăн та, пĕлесчĕ,
Тупатăн-ши хирĕçлекен çынна?
Тен, святоя халь йăлăнасшăн эсĕ,
Анчах тĕл пулăн-ши часах ăна?
Çапла айван ак çылăха кĕрет те,
Хăйнех ăна çилли кĕç пĕтерет,
Шухăшлама пĕлмен этемсене те
Хирĕçниех тĕп тăвĕ тĕнчере.
Сăнарăм пушă чунлă ухмаха:
Ытла та хăвăрттăн вăл халлă пулчĕ.
Ун пурнăçне эп мухтамарăм-ха,
Ылхантăм та, айван сехмет çеç курчĕ.
Ачи-пăчи телейлĕ пуласси те
Пăхса та курăнмасть- Вăл пит инçе.
Чылайăшне хапхийĕ умĕнче
Тытса хĕнеççĕ — вăхăчĕ çеç çиттĕр.
Хирте ÿстернĕ тырă-пуллине те
Йăлтах пĕтерĕç выçăхнă çынсем.
Хуçи валли арпипе улăмне çеç
Хăварĕç, йĕкĕлтенĕ пек, вĕсем.
Тарпа пуçтарнă хаклă мул-сумне
Пач хĕрхенмесĕр самантрах салатĕç.
Ĕçме-çиме упранă пурлăхне
Ăш хыпнă майăн антăхса çăтайĕç.
Пулсан та хуйхă-суйхă пит ĕрчевлĕ,
Паркаланмасть-çке вăл тăпра çинче.
Хуçалансассăн та пĕрмай синкерлĕх,
Шăтса ÿсмест-çке вăл çĕр хÿттинче.
Вут-çулăм тухассин сăлтавĕ пур
Тем тĕрлĕ пурлăха йăлт çунтарсан та.
Анчах та çĕр çинчи инкек, хĕн-хур
Çынра çеç упранать кирек хăçан та.
Ăна хĕрарăм хыт асапланса,
Ыр кур-ха эс тесе кун-çул пиллет-ха.
Çапах та вăл пурнать шав хуйхăрса,
Савăнăçпа та тĕл пулмасть ĕретлĕн.
Шăп çавăн евĕрлĕ чечек кун-çулĕ,
Ытла кĕске — вăл час шанса типет.
Этем шăпи те — çакă ĕмĕр пулĕ:
Мĕлке пек, хăвăрттăн умрах çĕтет.
Эп санăн вырăнта пулсан Турра çеç
Тархасларăм куллен çине тăрса,
Мĕнпур ĕçе Ун аллине парса,
Ырра шанса пурнаттăм ирĕн-каçăн.
Мĕн-ма тесен Вăл тăвакан ĕçсем,
Сăмахпала хаклаймăн, питĕ аслă,
Ун пултарулăхĕ ытла хăватлă,
Сума сăвас пулать Ăна çынсен.
Пĕр Турă çеç шыва тумлам-тумламăн
Пухать те хăвăрт çумăр çутарать.
Чечен ÿсен-тăран вара хавассăн
Хăват пухса çулçисене сарать.
Вăл халсăр пулнă çынсене васкавлăн
Вăй-хал парса çÿле кармаштарать.
Кам хур курать, ăна та ирĕн-каçăн
Чăрмавлăха çĕнмешкĕн ыр сунать.
Усал канаш тытма хăякансен
Пурнăçланмаççĕ сăх ĕмĕчĕсем.
Тем терлĕ ĕç тăвасшăн туртăнсан та
Вĕсен нихçан тулмасть пит кĕтнĕ шанчăк.
Чееленни те пĕр самантлăха çеç.
Мĕн-ма тесен — пĕтет вăл çийĕнчех.
Хăй Турă яланах каппайчăка та
Курнăçланнишĕн тĕп тăвать веçех.
Вара этем чипер кун çутинчех,
Сĕм тĕттĕмри пекех, ларать курмасăр.
Тăр кăнтăрла та вăл çÿрет пĕччен
Тем тĕрлĕ илеме асăрхамасăр.
Вăл мĕскĕне усал сăмахĕнчен,
Хĕçпе чикессинчен сыхлать алхапăл.
Хăй чурине хуçи хĕсĕрлесрен
Пĕр Турă çеç хÿтĕлемешкĕн хатĕр.
Енчен те çыннăн ĕмĕт татăлсан
Ăна Вăл пурпĕр пулăшать ялан.
Суя этемĕн çăварне хупма та
Пултарĕ Турă Хăй кирек хăçан та.
Кама Эп юрататăп, çавсене
Питлетĕп тенĕ Вăл Хăй кулленех.
Эппин, хĕн курнăшăн Унпа ан хирĕç,
Ăна çеç пăхăнсан терте эс сирĕн.
Вăл Хăй суранлатать, Хăех сиплет,
Аллисемпе çапать те — хĕрхенет.
Вăл сыватма та вĕлерме пултарĕ,
Çынсем патне телей те хурлăх ярĕ.
Енчен те эс Ăна шав итлесен
Сана хăтарĕ ултă инкекрен.
Çиччĕмĕшĕ те хăвăрт çулăхаймĕ,
Çурту-йĕрÿ йатне чир çывхараймĕ.
Çитсессĕн выçлăх çулĕсем сасартăк
Сив вилĕмрен те Вăл кăна хăптарĕ.
Е вутлă вăрçăн анлă хирĕнче
Çăлса хăварĕ хĕç çивчĕшĕнчен.
Вара эс куллен-кун пачах шикленмĕн:
Хаяр чĕлхе-çăвар çулăхасран,
Чечен чун-чĕрÿне амантасран,
Тем тĕрлĕ сăтăр-мăшкăл тивесрен те.
Ун чух эс выçлăхран та уççăн кулăн,
Мĕн-ма тесен сана хăратмĕ юрлăх.
Вăрмансенчи тискер чĕрчунсенчен
Тăр-тăр чĕтремĕн тĕл пулсан пĕччен.
Хирти мăн чул та санпала канашлĕ,
Вăл чăрмантармĕ тыр-пула ÿсме.
Кайăксемпе те пулăн эс юлташлă,
Май тупăн вĕсемпе килĕштерме.
Никам та чатăрна пырса тустармĕ,
Хуçалăхлă шав тытăн йĕркере.
Çылăхусем те пулмĕç — хăвăрт тарĕç,
Вĕсем сана тек тытмĕç читлĕхре.
Ачу-пăчу çуралнăçем йăху
Турат çумне турат хушса шав ĕрчĕ.
Кашнийĕн ăнăçĕ вара çул-йĕре,
Мĕн ĕмĕтленнине йăлт курăн ху.
Сив тупăка кĕрсе выртичченех,
Çапла эс ватăличченех пурнатăн
Сар тулă пĕрчисем пÿлмесене,
Кĕлетсене мехел çитсен вырнаçнăн.
Эпир пĕр евĕрлĕ шутлатпăр пурте,
Ĕмĕтленни, чăнах та, çитĕ, пулĕ.
Çак сăмаха эс хăлхуна чиксен
Хăв пурнăçна та тÿрлетен тĕпрен.
VI
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Елифаза ăнлантарса хуравлани. Ÿпкелешмесĕр пурăнма май çуккине çирĕплетни. Туссем пулăшмасассăн çакă терлĕ асапа куриччен вилсен лайăхрах пулĕччĕ текен шухăш çурални. Хăйĕн калаçăвне тимлĕн итлеме сĕнни.
Иов итленĕ хыççăн хуравланă:
Ах, эпĕ макăратăп ир те каç.
Çакна виçе çииче халь тайтарсан та
Тĕрĕссине пĕлме пулмасть йăлтах.
Куççулĕме те тĕрлĕ асапа
Шайлаштарсамăр хăть тарасапа.
Вĕсем тинĕссенчи пур хăйăра та
Йывăрăшпе çĕнтерĕччĕç ансатăн.
Мана Хăватлă Туррăн уххисем
Кĕтмен çĕртен пырса халь тăрăнаççĕ.
Наркăмăшĕ ытла хаяр вĕсен,
Мĕн-ма тесен ÿте халсăрлатаççĕ.
Сăмахăма чармашкăн халăм çук
Вĕри çилли Ун хуптĕрленĕ чух.
Алли те пур енчен шеллевсĕр пусрĕ,
Шăп çавăнпа эп пуçăма лаш усрам.
Ыйтасшăн сирĕнтен; хыт кăшкăрать-и
Ашак ем-ешĕл курăк умĕнче?
Е вăкăр мĕкĕрет-и-ха, апачĕ
Çителĕклĕ пулсан савăтĕнче?
Тути-масисĕрех япалана
Çисе яраççĕ-им тăвар сапмасăр?
Е астивеççĕ-им çăмартана
Хуппийĕнчен пачах та тасатмасăр?
Мĕнрен ман чун куллен-кун йĕрĕнетчĕ,
Ăна май килнĕ чух ялан сивлетчĕ,
Çав çимĕç тухса тăчĕ халь ума,
Унран меслечĕ пур-ши уйрăлма?
Ах, ĕнтĕ эп ир-каç çунса тăратăп,
Çапах та Туррăма шанса пурнатăп.
Ĕмĕтленни çитейтĕрччĕ часрах,
Ăна Вăл пурнăçлатăр хăвăртрах.
Ах, Турăçăм мана йăлт пĕтеринччĕ,
Аллипеле тăсса Вăл вĕлеринччĕ.
Ман икĕ ĕмĕр пурăнмалла мар
Виç пуçлă ĕçшĕн хыпăнса çунма.
Тен, лайăхрах та пулĕ-и, енчен те
Ыр вилĕме шухăшăмра кĕтсен эп.
Хытăран кăмăла, ку таранччен
Тухса курман-ха Ун сăмахĕнчен.
Ыйтасшăн сирĕнтен: ĕмĕтленмешкĕн
Ялан çитет-ха тетĕр-и вăй-хал?
Эппин, пустуй, ниме тăман ĕçсемшĕн
Мĕскершĕн çунмалла ман кăлăхах?
Шăм-шакăм та чул пек тĕреклĕ мар-çке
Ÿт-тирĕме те пăхăртан туман.
Тÿсме йывăрланса пырать, ним маршăн
Кирлех-шим вăхăта сая яма?
Чунри шанчăкăма упрас килсен те
Вăй-халăм систермесĕрех чакать.
Ыр ĕмĕтĕм кĕçех тулать тесен те
Иккĕленÿ урасене тăллать.
Турра хисеплекен çынсем ялан
Хĕн куракансене хĕрхенекенччĕ.
Капланнă инкеке пайла-пайла
Вĕсем ăна ушкăнпала сиретчĕç.
Тăванăмсем халь ютшăнчĕç манран,
Эп вĕсенчен тин пулăшу кĕтместĕп.
Шăп çавăн пек çăлкуçĕ пăтрансан,
Эс ун шывне тиркенĕ май ĕçместĕн.
Мĕн-ма тесессĕн вăл халь хуп-хура
Пăрпа, юрпа пĕрле хутăшнăран.
Хĕвел тĕнлисемпе çиçсен те юхăм
Пушхирсенче типсе ларать вăл туххăм.
Шыв çулĕсем çанталăк ăшăтсассăн
Çĕтсе каяççĕ малтанхи йĕртен.
Хĕвел хĕмне пĕрмай тăкса тăрсассăн
Нимскер тăрса юлмасть ак вĕсенчен.
Фемай, Савей çыннийĕсем шанни те,
Шыв çулĕсем чакмаççĕ-ха тени те
Пулаççĕ кăлăхах, кашнин вара
Сăн-пичĕ хĕрелет вăтаннăран.
Шăп çавăн пек эсир те акă халь
Манра çеç курнăн пĕтĕм çылăха
Начаррине кăна асăрхаятăр,
Çынна шеллес пирки манса каятăр,
Сиртен эп ыйтрăм-и м çĕн япала?
Тивĕçтерсемĕр манăн кăмăла.
Е мулăра кăшт парăр терĕм-и-ха,
Пулăшасса кĕтсе тĕмсĕлтĕм-и-ха?
Тăшманăм аллинчен мана хăтарăр,
Асаплăхран тухма часрах вăй парăр,
Умри хĕне сирсемĕрччĕ тесе
Эп ыйтрăм-им-ха пит кĕлмĕçленсе?
Йăнăшăмсем пулсассăнах — вĕрентĕр,
Сăмах хушмасăр тăрăп итлесе.
Мĕнре ман айăп? Пур-им çылăхсем?
Пĕр пытармасăрах йăлтах пĕлтерĕр,
Çакна эп питĕ лайăх ăнланатăп:
Куçран каланă чăн сăмах хăватлă.
Анчах сăлтавăр пур-им питлеме,
Ним уямасăр хĕремесленме?
Хĕрÿленсе мана халь ăс паратăр,
Тăна кĕртес тесе сăмах шыратăр.
Çапах та сирĕн шухăшăрсене
Çил çеç илет ав хăйĕн ытамне.
Ытла та хĕрхенÿсĕр-çке эсир,
Эп тăлăх пулнăшăн хыт тăрăштăр.
Ман валлиех халь шăтăк чакăл атар,
Ун пĕтмеллех-ха тетĕр пуль пит ир.
Çапах та сăнăр-ха тĕпчевлĕрех:
Суятăп-им эп куçăр умĕнчех?
Ултавлăхпа туслашнă-им-ха ман хисепĕм?
Сире астутарасшăн халь çакна:
Çут чăнлăха саватăп яланах.
Суеçтерсе йăла манра пулманччĕ,
Тĕрĕслĕхре кăна хавал ăм, шанчăк.
Çăварăмран тухмасть пустуй сăмах,
Мĕн тутлă, йÿçĕ? Вăл йăлт уйăратъ-ха.
Эппин, мана вăрçатăр кăлăхах,
Эсир улшăнасса кĕтсе пурнатăп,
Шанчăкăма чун-чĕремре упратăп.
VII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Елифаза хуравласа калаçман иккĕмĕш пайĕ. Телей курмашкăн шанчăк çук тесе çирĕплетни. Турра ÿпкелени, Вăл сăлтавсăрах Иова айăплама сăлтав шырать тени.
Çынна пилленĕ пурнăç Аслă Турă,
Кун-çулĕ ирттĕр тенĕ çĕр çинче.
Шăп çавăн пек, тар юхтарăп ĕçчен
Шăпи мĕн пÿрнине кăна шав курĕ.
Чура ав шăрăх кун аптăранăран
Васкать-çке сулхăн вырăнта тăмашкăн.
Этем те пуçăннă ĕçне часрах
Вĕçлес тесе ялан çине тăрать.
Эп хам та шăпамран тин тараймастăп
Суя серепине çакланнăран.
Каç пулсанах пĕччен пит хурланатăп,
Хăпма май çук пуль çав ăраскалран.
Канма выртатăп та, пуçра пĕр шухăш:
Хăçан тăратăп-ши? Çĕр кĕске мар.
Çутăличчен çаврăнкаланă май
Мĕскершĕн эп лăпланаймастăп туххăм?
Урасенчсн пуç тÿпине çити
Кĕсен-юхан кăна, ÿт-тир хуртланчĕ.
Вăл пÿрленсе çуркаланма пуçларĕ,
Канăçăма эп кураймастăп тин.
Ман хурлă кунăмсем шăваççĕ хăвăрт,
Юхан шыври пĕр тăлăх кимĕ пек.
Çиçмеççĕ ĕмĕтсем, чуна та тăвăр,
Ыр курнă самантсем килмеççĕ тек.
Кун-çул вĕртсе хăпартнă сывлăш евĕр
Ĕнер кăна тулличчĕ, халь пушах.
Мана тек илĕртмест нимле тĕллев те,
Мĕн-ма тесен ÿт-пÿ чăтать тип шар.
Эй, Турă, халиччен мана кураттăн,
Шăп çавăнпа та ыррăн пурăнаттăм,
Ÿт-пĕвĕме сăнамасан вуçех
Утса çÿреймĕп эпĕ çĕр çинче.
Сăна-ха: пĕлĕт капланса çитет те
Шĕвелсенех куçран вăл çухалать.
Этем те çавнашкал, пĕрре килет те,
Çĕре кĕрсен тухма ун çук хăват.
Çын, кайнăскер, калла таврăнаймасть,
Кил-çуртĕнче тепре пурăнаймасть.
Ăна, васкавлă вăхăт иртнĕçемĕн,
Манса каяççĕ хурăнташĕсем те.
Калас сăмахăма ăшра тытмастăн,
Çăварăма та ĕнтĕ хупламасăр.
Чун тарăхнишĕнех ÿпкелешем,
Сире шухăшăма йăлт пĕлтерем.
Эп анлă тинĕс мар, ахаль çын çеç,
Анчах мана мĕскершĕн хуптĕрленĕ?
Пит çăткăн кайăк мар, ма пур енчен
Читлĕхĕнче хупса пит хĕсĕрлет Вăл?
Выртан тÿшекĕ канлĕх парĕ тетĕп
Мĕнпур хуйха-суйха манăçтарса.
Анчах та тĕрлĕ тĕлĕксем курса
Хыт аташатăп та сехĕрленетĕп.
Ир-каç асапланса пурăниччен,
Шăм-такама куллен чун усриччен
Авантарах-çке сывлăшăм пĕтсессĕн,
Шав ĕмĕтленнĕ вилĕмĕ çитсессĕн.
Мана йĕрĕнтерсе çитерчĕ пурнăç,
Мехел çитсессĕн çыннăн вилмелле.
Шăпам телейсĕр те пит хурлă пулчĕ.
Эй, Турă! Асапа йăлтах вĕçле.
Мĕне кура хаклатăн этеме Эс,
Кирлех-им-ха ăна хисеплемешкĕн?
Ирсеренех пĕр ун патне пыма,
Çулне тĕпчевлĕн астуса тăма.
Хăçан хăпатăп-ши ман патăмран,
Хăçан капланнă хĕн-хура йăлт сирĕн?
Сурчăкăма çăтма чăрмавсăрах
Самантлăха пулин те парччĕ ирĕк.
Этемсене Çыраканскер, ытах та
Сан умăнта эп çылăха кĕрсен
Мĕн тумалла-ши манăн? Эс кала-ха,
Пурнас килмест-çке уссăр, хирĕçсе.
Айăпăма май çук-ши каçарма,
Усал ĕçсем пулсан — манса кайма.
Выртса вилсессĕн, тăпрана куçсассăн
Мана хыт шырасан та тупаймастăн.
VIII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Вилдадăн калаçăвĕ. Хайĕн сăмахĕсене тÿрре кăларма тăрăшни. Вилдадăн тĕп шухăшĕ: Турă чăнах та Пĕртен-Пĕр Тÿре. Вăл усала пĕтерет, таса чунлă çынна тĕртсе ямасть тенине ăнлантарса пама тăрăшни.
Саввей çынни Вилдад тăман чĕнмесĕр,
Каланă Иова вăл çапларах:
Шухăшламасăр хăçанччен пуплесшĕн,
Сăмахусем, çил-тăвăл пек, кăра.
Хăй чăнлăхне улăштарать-им Турă,
Тÿрĕлĕхе пăсать-им тĕнчере?
Ярсан та çĕр çине Вăл савнăç, хурлăх,
Тивĕçÿ çук Ана вăрçма тÿрех.
Ачу-пăчу Ун умĕнче енчен те
Сисмесĕрех кĕрсессĕн çылăха,
Çавна Вăл ирттерсе яман ахаль,
Айăпĕсем шĕн тавăрнă пурне те.
Шăп çавăнпа та Турă еннелле
Çавăрăнсассăн эс, пит йăлăнсассăн,
Ытах та чунупа таса пулсассăн,
Тÿрĕлĕхе савас тесен куллен
Ĕлĕкхиллех ак кăмăлне çемçетĕ,
Хăвалĕ усала çурт-йĕрÿнтен.
Эс ырăланнине сăнанăçемĕн
Вăл улăштарĕ кун-çулна тĕпрен.
Сыпăксенче йăлт тасалса çитсен
Кĕçех аллусенче пуянлăх пулĕ.
Мулу ÿссе пырсассăн çулсерен
Ĕмĕтÿсем чăрмавсăр хăвăрт тулĕç.
Ыйтмашкăн ай вăтан ват çынсенчен:
Авал епле-ха вăхăта ирттернĕ?
Мĕнле-ши пулнă пурнăç ашшĕсен,
Вĕсем мĕскершĕн çулсерен кĕрешнĕ?
Эпир ĕнер çеç килнĕ çĕр çине,
Шăп çавăнпа та нимĕскер пĕлместпĕр.
Кун-çулăмăр мĕлке пек шунипе,
Вăл уссăр пĕтнине те пач сисместпĕр.
Вĕсем сана хăйсем чухланине
Ăнлантарса параççĕ пытармасăр.
Çут чăнлăха савса, хăлаçланмасăр
Çитереççех калас сăмахсене.
Шухăшласа пăхсам: ÿсет-им хăмăш
Нÿр пулмасассăн, çĕр типсе ларсан?
Çитĕнеет-им-ха тата чакан
Шыв чаксанах малтанхинчен те хăвăрт?
Çак пулăма та асăрха тĕпчевлĕн,
Халь çеç ларатчĕ вăл ем-ешĕл, евĕк.
Анчах та çав ÿсен-тăран часах
Хăрать курăкĕнчен те маларах.
Шăпи çапла Турра манакансен те,
Ултавçăсен те, чеерех çынсен те.
Кашнийĕнех ыр ĕмĕчĕ тулмасть,
Кирек ăçта та пурнăçĕ анмасть.
Мĕн-ма тесен пĕртен-пĕр тымарне
Тăпăлтарса кăларнă уямасăр.
Çакланнăн эрешмен серепине,
Çут шанчăкĕ те пĕтнĕ палăрмасăр.
Лиана, çÿлелле шав кармашсан та,
Тĕрек пулманнипе халсăрланать.
Мĕнпур вăйне пухса шав талпăнсан та,
Ун шанчăкĕ ав пурĕпĕр чакать.
Хĕвел çинче вăл ешерсе ларать-ха
Турачĕсемпеле хăлаçланса.
Хăш чух пахча картийĕнчен тухса
Вăй-халĕпе, тен, мухтанмашкăн хатĕр.
Чăнах та, ун тымарĕсем часах
Чул куписен ăшне явкаланса
Хĕрсе каяççĕ, шăтарса тухаççĕ,
Çапла вĕсем хăйсен кунне тăсаççĕ.
Анчах та çак лианăн тымарне
Тăпăлтарса пăрахсанах ăна çĕр
Тек йышăнасшăн мар хăй вырăнне,
Калать вăл: «пулнă эс кунта хăна çеç».
Шăпи ав еплерех ÿсен-тăранăн:
Пĕрре пĕтсен тепре хунав яраймĕ,
Пач урăх курăксем çав вырăнтах
Пуçлаççĕ ешерсе ларма татах.
Хăй патĕнчен, куратни, Аслă Турă
Таса çынна тĕртсе ямасть нихçан.
Ун умĕнче усал этем ыр курмĕ,
Ăна Вăл Аллине памасть пачах.
Мехел çитсессĕн ак сана каллех
Вăл пиллĕ савăнăç, тулли телей.
Хĕпĕртесе калаçăн, уççăн кулăн,
Ĕмĕтÿсем чăрмав курмасăр тулĕç.
Сана кам кураймасть, çав çын вăтанĕ,
Усал ĕçне пула хыт намăсланĕ.
Тăшманусен чатăрĕсем вара
Арканĕç хирĕçленĕшĕн Турра.
IX
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Вилдада хуравлакан малтанхи пайĕ.
Иов итленĕ хыççăн хуравланă:
Хирĕçлеместĕр вал чăнах çапла.
Анчах та эс мана куçран кала:
Ун умĕнче тÿрре тухма пулать-и?
Турăпала пит тавлашас тесен те,
Этем Ăна çĕнтереймест нихçан.
Ăс-хакăлĕ пĕрмай улшăннăран,
Хирĕçлеймест пин сăмахран пĕрне те.
Мĕн-ма тесен Вăл ăслăран та Ăслă,
Çут тĕнчере вăйлисенчен те Вăйлă.
Унпа тупăшакан çын пур-и-ха,
Çав çын тупать-им тăнăçлăх, вăй-хал?
Кирлех пулсассăн çÿллĕ тусене
Вăл куçарса лартма пултарĕ хăвăрт,
Иртсе кайсассăн урăм-сурăм тăвăл
Каярахпа паллайман вĕсене.
Хускатнă чух çĕре вырăнĕнчен
Ун юписем ишĕлес пек чĕтреççĕ.
Сар хĕвеле: эс ан çутат тесен —
Нет çăлтăрсем çеç тÿпере çиçеççĕ.
Çут тĕнчене Вăл пĕр-пĕччен пултарнă,
Тавралăха пĕлĕтсемпе йăлт карнă.
Тинĕс çинче утса çÿренĕçем
Пурăнăçлать кирек мĕнле ĕçе.
Аспа Кесиль, Хима çăлтăрсене
Вăл тăр Пĕччен пит чаплăн вырнаçтарнă.
Кăнтăр енчи тем тĕрлĕ мулсене
Çынсем валли çеç пиллесе хăварнă.
Вăл тăвакан ĕçсем паян та аслă,
Сăмахпала хаклаймăн вĕсене.
Пур енлĕ Пултарулăхĕ Хăватлă,
Хал çитмĕ ăнкармашкăн кашнине.
Енчен те ман умра Вăл курăнсассăн
Уп сăнарне ним чухлĕ сăнаймастăп.
Ăна куç-пуç асăрхама пĕлмест,
Çумран вăшт иртнине те чун сисмест.
Вăрçă пуртти хăй тĕллĕн мухтанать-и,
Ытах та вăл пĕр-пĕр пуçа кассан?
Е палăка мăнаçланма хăять-и
Ăна этем алла илмест пулсан?
Туя хăйне илсе çĕклен çынна
Пултараять-и-ха хĕн кăтартмашкăн?
Патак йывăç çинче ларакана
Çапса антарĕ-и пулăшмасассăн?
Кашни ĕçе Хăй Турă йĕркеленĕ,
Пурнăçланать вăл çын хирĕçлесен те.
Ун Аллисем çитеççĕ пур çĕре,
Мĕн шутлани пулать çут тĕнчере.
Мехел çитсессĕн сан пуянлăхна та
Туртса Вăл илĕ — тăмĕ уяса.
Ăна калаймăн: «Эсĕ мĕн тăватăн? »
Ун умĕнче тăратăн пуç усса.
Вăл тилĕрсе кайсан кам тăрĕ хирĕç,
Тарăхăвне те, çиллине кам сирĕ?
Хаярлăхĕ Ун вут пек сарăлать,
Мăнаçлă тусене те аркатать.
Çапах та Турă кÿренсе çитсен те
Çиллийĕпе шав шăмарса тăмасть.
Вăйĕпеле мухтанакан этем те
Ун умĕнче каппайланма хăймасть.
Ăна хирĕçлеме ман халăм çук
Пуçра тем тĕрлĕ шухăш явăнсан та.
Ăшра сăмахăмсем капланнă чух
Эп калаймастăп вĕсене нихçан та.
Ан тив, халь турĕ çын пулса юлам,
Унпа эп пурĕпĕр тупăшаймастăп.
Пĕртен-Пĕр Тÿрене çеç пуççапам,
Мĕн-ма тесен Ăна кăна шанатăп.
Эп йăлăннисене кĕç итлессе те,
Ман сассăма илтсе Вăл чĕнессе те,
Хирĕçлессе те е йăпатасса
Ĕненмĕттĕм ача пекех шанса.
Мĕн-ма тесен çавра çилпе шеллевсĕр
Мана хупланă май Амантакан,
Пĕр айăп çук çĕртех ÿте тĕллевлĕн
Суранлатса хĕн-хур Кăтартакан,
Сывлăшăма та çавăрма памасăр,
Куллен мана Хуйхăрттараканран
Хута кĕрессине, ăнланасса та,
Ним пулман пек, епле шанса пурнан?
Ăна вăй-хал пухса хирĕçлесессĕн
Кирек кама та Вăл пĕлет çĕнме.
Судра Унпа тупăшасах тесен те
Май пур-им тĕрĕсмарлăха сирме?
Тÿрре эп тухассишĕн тăрăшсан та,
Чун-чĕремпе таса тăрса юлсан та
Мана сăлтавсăрах Вăл хур тăвать,
Çăварăма та çийĕнчех хуплать.
Калас тăк чăннине: ман айăп çук-çке,
Тен, çавăнпа Сивлетĕп пурнăçа.
Хаклас теместĕп халь ăна пачах,
Чунра илемсĕр туйăм çеç тем чухлĕ.
Калатăп пытармасăрах сире,
Кăсăкланас теместĕп халь сĕре.
Мĕн-ма тесен Вăл айăпсăр çынна та,
Айăплине те пĕтермешкĕн хатĕр.
Пĕрне Вăл пач кĕтмен çĕртен, сасартăк
Ним шеллемесĕр вĕлерме хăять.
Тепри асаплансан куллен ним маршăн,
Унран йĕкĕлтешсе кăна кулать.
Усал çынсем çĕрпе хуçаланни те,
Тÿре пичĕсене Хăй хуплани те
Такамшăн паллă, ку çĕнĕлĕх мар,
Вăл вĕсене шав хÿтĕлет мĕн-ма?
Ман кунăмсем иртсе каяççĕ хăвăрт.
Пит васкаса чупакан çын пекех.
Çиçмеççĕ ĕмĕтсем, чуна та тăвăр,
Ним ыррине те курас çук текех.
Кун-çул кĕске, тĕреклĕрех пулсан та
Çитме пултарăн сакăрвун çула.
Чи лайăх вăхăтра чатан асап çеç,
Чир-чĕр анчах ав çулăхать ялан.
Кунсем иртеççĕ, çăмăл кимĕ евĕр,
Шыв тĕкĕрне ватса та çĕмĕрсе.
Е ăмăрт кайăк тупăшне сиссе
Çултен çĕмрен пек ыткăн нан тĕллевлĕн.
Карап пăлхавлă тинĕс çийĕнче
Ишет те, йĕр юлмасть ун хыçĕнчен,
Мĕн-ма тесен хумсем ăна хуплаççĕ,
Вăхăтлăха пулин те хăвармаççĕ.
Хама хам калăттăм эп çапларах:
«Кулянас марччĕ çакăн пек вăрах.
Салхуллă сăнăм çуталса кайсассăн,
Шăм-шак çăмăллансан сывламăп ассăн».
Анчах та эп çакна туйса тăратăп,
Айăпăма Эс сирес çук часах.
Шăп çавăнпа та чĕтресе каятăп
Пулас асапсене умра курса.
Этемсене Çыраканскер, ытах та
Сан умăнта эп айăплă пулсан
Мĕн тумалла-ши ман? Эс хуравла-ха,
Пурăнмалла-ши шав пăшăрханса?
Юр шывĕпе васкавлăн çăвăнсан та,
Алăсене ĕретлĕн тасатсан —
Çапах та пылчăкпа мана варлан Эс,
Тум-тирĕмрен йĕрĕнмелле тăван.
Çуралсанах çынна параççĕ ят,
Ăна нихçан та вăл улăштараймĕ.
Ĕмĕрсенче саккун пулса юлать:
Хевтесĕрри вăйлипе танлашаймĕ.
Турăпала эп танлăн калаçма
Майне тупаймăн çав пит тăрăшсан та,
Суд ларăвне кайсассăн тавлашма та.
Мĕн-ма тесессĕн Вăл — ман пек çын мар.
Ак халь тупас килсен те çураçулăх,
Хушша-хуппа никам кĕреес çук.
Эсир те тăнăç пултар тенĕ чух
Асап семпе çеç эпĕ тăрса юлăп.
Эппин, туйипеле Вăл ан хăраттăр,
Пурнас килмест-çке шав сехĕрленсе.
Ун умĕнче ман айăп çук тесе
Пĕр пытармасăр уççăн йăлт калатăп.
х
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Вилдада хуравласа малалла калаçни. Вăл хăйĕн асапĕсен сăлтавне ăнлантарса памашкăн тăрăшни тата кăмăлсăр пулни. Çĕнĕ чăрмавсем сиксе тухнине пула иккĕленни. Каçару ыйтса тархаслани.
Пит йĕрĕнтерчĕ пурăнаç чуна,
Тарăхăва эп уççăн палăртатăп,
Хуйха парăннă май çапла калатăп:
Ан чăрмантарăр-ха эсир мана.
Турра пĕлтерĕп; Эс ан айăплаччĕ
Тем тĕрлĕ сăлтавсем шыра-шыра.
Тата ыйтса пĕлесшĕн эп Унран:
Манпа мĕскершĕн кĕрешен, кала-ха?
Хăв аллупа çĕкленĕ ĕç-пуçа
Хăвах хĕсĕрлесе чăрмантаратăн.
Усал çынсен çулне-йĕрне уçан,
Вĕсемшĕн çуттуна Эс сапалатăн.
Сан куçусем этем куçĕ пек мар-çке,
Тавралăха çын евĕр Эс пăхмастăн.
Шăпу та ĕмĕрÿ Сан урăхла,
Ыр ĕмĕтÿ те пурăнать ялан.
Эппин мĕскершĕн çылăха тĕпчетĕн
Манра çук айăпа шыра-шыра?
Курса тăратăн-çке, Хăвах пĕлетĕн,
Телей шырамăп эп усаллăхра.
Хальччен çынна ура хуман пĕрре те
Хама пĕр-пĕр этем хур тунă чух.
Сан аллунта-çке эп, Хăвах сисетĕн,
Ал памасан Эс — çăлăнăç ман çук,
Çут тĕнчере хаваслăн çÿреме
Хăвах пилленĕ пурăнăç, кун панă.
Эппин, чуна пиллеччĕ çутă шанăç,
Ăса кÿртсем, тăхта-ха пĕтерме.
Аса илсемччĕ, тăм кĕлеткене
Туса çитертĕн-ске Эс çеç ăшпиллĕн.
Кайран антартăн пурнăç Сывлăшне,
Ăна халь меншĕн тĕп тăвасшăн çиллĕн?
Хăвах, сĕте кĕвелентернĕ пек,
Унтан тăпăрчăна хытарнă евĕр,
Вăрлăхăма аталантарнă евĕк,
Эс ÿс-ха тенĕ-çке çине-çинех.
Кĕлеткеме Хăвах ÿтпе-тирпе
Тумлантарсан ĕçне час вĕçлемен-ха,
Ăна шалтан шăнăр-шăмăсемпе
Тĕреклетсен каланă: эс çÿре халь.
Куллен-кун ырлăхна кăтартнă май,
Шăпу телейлĕ пултăр тенĕ, савăк.
Кун-çулăма та пĕлтĕн упрама,
Шăп çавăнпа эп пурăнатăп лайăх.
Ку çылăха кĕрсен, астăвăр-ха,
Ăна эп тавăрмасăр хăвармастăп.
Айăплама çитет-ха Ман вăй-хал, —
Пултарнă Эс çалла шухăшламашкăн.
Чăнах та, пирĕн ырă мар ĕçе
Хăвах куллен курса тăма пуçланă.
Пит вăрттăн тунă çылăха кĕçех,
Тинкернĕçем, пĕр Эс çеç асăрханă.
Ман айăпăм пулсан — асаплантар,
Усалпала çыхланнă тăк — терт яр.
Мĕнех, синкерлĕхне эп çырлахатăп,
Анчах сана вăрçмашкăн хăяймастăп.
Хĕн-хурĕ, чăн та, ÿснĕçем ÿсет,
Вăл, арăслан пекех, хыçран йĕрлет.
Шап çавăн евĕр Эс çÿлте çиçетĕн,
Вут-çулăмупала ÿте ĕнтетĕн.
Айăпланин вĕçĕ-хĕрри пулать-ши,
Ÿт-пĕвĕмре суран хаçан чакать-ха?
Хăв çиллÿне ав çĕнетсех тăран,
Ман пуç çине пĕрмай инкек яран.
Аннеçĕм варĕнчен тухман пулсассăн,
Вилсе выртсассăн эпĕ пĕрех хут,
Вара çынсемпеле тĕл пулаймастăм.
Çапах мана кун-çул пиллерĕн Ху.
Çут тĕнчене курмасăрах васкавлăн,
Тен, выртмаллаччĕ тупăка тÿрех?
Ун чух пулмастчĕ нимĕнле шăв-шав та,
Кансĕрлеместĕм нихăçан Сире.
Ахаль те кунăм-çулăм пит кĕске,
Куçна илсемччĕ ман çинчен, тархасшăн.
Сывласчĕ кайиччен тĕттĕмлĕхе
Юлашки хут пит тарăннăн, чăрмавсăр.
Унта яланлăхах куçса кайсассăн
Кунта тепре нихçан таврăнаймастан,
Ут-псвĕмре пăхнишĕн вăй-хăват
Кун-çулăм та ав вĕçленсе пырать.
Эп вилĕмĕн пит анлă ытамне
Кĕрсе ÿксен кăна тин лăпланатăп.
Унта курассăм çук хĕвел сăнне,
Тĕттĕмрен тĕттĕмре пĕччен юлатăп.
XI
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Софар калаçăвĕ. Пуçламăшĕ. Калаçма хистенин сăлтавĕ. Иов хĕн-хур тÿсни тĕрĕс, саккунлă тесе çирĕплетни. Иовăн ÿкĕнмелле, каçару ыйтмалла, вара вал тин канăç тупать.
Наам çынни Софар та айккинче
Тăман чĕнмесĕр, вăл çапла каланă:
Нумай пуплени пех çын умĕнче
Тÿрре тухма пулать-ши халĕ санăн?
Ăсчах ялан пĕлÿлехе упрать,
Пакăлтатнмсть вăл тĕлсĕр, урлă-пирлĕ.
Анчах тăмсай чĕлхи пит вăрăмран
Чылай чухне тупать инкек, терт-вилĕм.
Пули-пулми сăмахсемпе пире
Чăрмантарса тăрайăн тетĕн-и-ха?
Кусем намăслантармĕç-ха тÿрех,
Кулатăп вĕсенчен эп тетĕн-и-ха?
Калатăн эс Ăна ĕнентерсе:
Эп тÿрĕ шухăшлă, таса этем-çке.
Пăхсассăн та тĕпчевлĕн куçусем,
Кирек хăçан та манăп чун илемлĕ.
Анчах та Турă Хăй çăвар уçса
Санпа пуплес тесе сăмах хушсассăн,
Пĕлмен шухăшсене пĕр пытармасăр
Хăвна кăна куçран Вăл каласан,
Курмаллисем, тÿсмеллисем тем чухлĕ,
Халь чăтнинчен ик хут нумай тесен —
Çавна та пĕлччĕ эс, çылăхусем
Манăçайсан та асĕнче Ун юлĕç.
Ăна тупас тесе пит йĕрлесен те
Унпа тĕл пулăн-и-ха тĕнчере?
Пултараканăн чаплă шухăшне те
Пĕччен, хăв тĕллĕн чухлăн-ши тÿрех?
Пурне те Вăл Хăйне çеç пăхăнмашкăн,
Ырăлăхне те ăс-халне тупмашкăн
Туса çитернĕ-çке, эппин, Ăна
Ăнкараймасть никам та яланах.
Вăл çеç пĕлĕтсенчен те çÿллĕрех
Улăхайсан та Унпала пуплеймĕн.
Хăй çеç çĕр тĕпĕнчен те тарăнскер,
Унта ансан та Ăс-халне пĕлеймĕн.
Виçи мĕнпур çĕртен те сарлака,
Пĕлтерĕшĕ тинĕссенчен те аслă.
Этем Унран эп пытанатăп-ха
Тесен те Вăл ăна курать чăрмавсăр.
Енчен те шеллемесĕр çĕкленсе
Аллу-урусене сăнчăрласассăн,
Тÿре умне суда илсе кайсассăн
Ун çул-йĕрне кам тăрĕ-ха пÿлсе?
Суя чунлисене, вĕсен ĕçне
Хăй çеç курса тăма пултарĕ витĕр.
Шăп çавăнпа çылăхлисем патне
Хаяр ылханĕ Туррăн хăвăрт çитĕ.
Этем, ашак пек, çуралать айван,
Малтанлăха ăнкарăвĕ ансат ун.
Кайран вăл чĕлхине пăрахманран,
Вырăнсăрах чакаланмашкăн хатĕр.
Чун-чĕрÿне эс пылчăк-кирĕкрен,
Усал ĕçрен, усал-тĕселсенчен
Тасатнă май ыр ĕç тăвас тесессĕн,
Хĕн куракан çынсен хутне кĕрсессĕн,
Тĕрĕслĕхе пĕрмай шыранăçемĕн,
Тăлăх-туратсене хĕрхеннĕçемĕн,
Вĕсемпеле хĕне эс пайласан,
Ун патнелле хăв аллуна тăссам.
Вара питне-куçна йăлт тасатсан,
Тĕрекленсессĕн, хăрами пулсан
Тин Турă умĕнче хăюлланатăн,
Çылăхсенчен те хăвăрт уйрăлатăн.
Ун чух хуйху-суйху, шыв юхнă евĕр,
Иртсе каять те манăçа тухать.
Пурнан вара ăна аса илмесĕр,
Куран куллен умри тăнăçлăха.
Пурăнăçу сан кăнтăр çутинчен те
Илемлĕрех те уçăрах пулать.
Тĕрĕслĕхÿ Чăрмавлăха сирет те
Тÿрĕлĕхпе кăна вăл туслашать.
Ыр ĕмĕтÿ ирхи шурăмпуç евĕр,
Чунна пиллет те канăçлăх, тĕллевлĕх,
Вара çывратăн шикленмесĕрех,
Ним пулман пек Вăл тунă хÿтлĕхре.
Тĕлĕкÿсем пĕр енлĕ, ырă пулĕç,
Никам та хăратаймĕ тăруках.
Санпа тупсан чылайăш пĕр сăмах
Кайран хăвнах хисеплесе çеç пурнĕç.
Тырру-пуллу, пуçтарнă евĕр иçĕм,
Хăв шухăшланă пек пулать ялан.
Кăмакунта куллен-кун çăкăр пиçĕ,
Вăл татăлмĕ сан умăнтан нихçан.
Çылăхлисен куç хĕмĕ сÿнĕ хăвăрт,
Çухалĕ хÿтĕлĕхĕ вĕсенчен.
Çут шанчăкĕ васкавлăн пĕтнĕрен
Кашнийĕн пурнăç пулĕ йывăр, тăвăр.
Турра манакансен шăпи ялан
Чееленнишĕнех пулать çапла.
Шыв мăн чула тумла-тумла пĕтернĕн,
Айăплисем пĕрмай кураççĕ терт çеç.
ХII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Софара хуравласа калаçнин малтанхи пайĕ. Тусĕсен чăнлăхĕ ĕненмелле мар, вал йăнăш иккенне ăнлантарса пани, тÿрĕ çынсем те яланах лăпкăн, канлĕн пурăнаймаççĕ. Вĕсен кун-çулĕ Турă ирĕкĕнчен килни пирки тĕслĕхсемпе çирĕплетни.
Иов итленĕ хыççăн хуравланă:
Пĕр хăвăр çеç чăн-чăн этем иккен.
Эсир кайсан юлмасть-мĕн çутă шанăç,
Пĕтет-мĕн аслăлăх çак çут тĕнчен.
Анчах та манăн, шăп сирĕнни пек,
Ырăлăха кĕтсе пурнан чĕре пур.
Сиртен кайра тăмастăп ĕçĕмпе,
Ăс-хакăлăм вăйне туйса çÿретĕп.
Унччен кăна Турра эп йăлăнаттăм.
Сăмах тупатчĕ Вăл пĕр ман валли.
Таса шухăшăма та кăмăллатчĕ,
Халь ĕнтĕ пултăм тусăмăн кулли.
Çын хурлăхне, ку питĕ паллă пулăм,
Ыр куракан этем ăнланаймасть.
Мĕн-ма тесессĕн Хăй нуша курмасть,
Мĕн-ма тесен телейлĕ ун кун-çулĕ.
Шăп çавăн пек, сив тĕттĕм ытамне
Кĕместĕн тĕк, кирлех-ши ăшă çутă?
Юравлă вăл çул çĕтнĕ çынсене,
Ăна курсан вĕсем чăрмавсăр утĕç.
Вăрлакансен мăн чатăрĕ ларать
Çиллентерсе курман пекех Турра.
Вĕсем Унран пачах та хăрамаççĕ,
Ăна хисеплемесĕр пурăнаççĕ.
Мĕскершĕн чыссăр этемсен кун-çулĕ
Чылай чухне илемлĕ, пит ансат?
ÿссех тăрать кашнийĕн сумĕ, мулĕ,
Нуша мĕнне пĕлмеççĕ, иçмасса.
Вĕсем пурнаççĕ мĕн ватăличчен,
Вăйран каймаççĕ, çу çинче ишеççĕ.
Хура ĕçне тăваççĕ те куллен
Çут тĕнчере Турра хисеплемеççĕ.
Чăнах та, выльăхран ыйтса пăхсан
Е вĕçен кайăка эс йыхăрсан
Мĕн хушнине вĕсем час ăнланаççĕ,
Хăйсен чĕлхипеле хурав параççĕ.
Хура çĕрпе калаç, вăл, çын пек, чунлă,
Унран вĕренмелли те пит нумай.
Шывра ав пурăнать тем тĕрлĕ пулă,
Ăнлав вĕсен те пур-çке, пач çук мар.
Кашни çынна пилленĕ пурнăç Турă.
Анчах чухла: Вăл хăйшĕн те ĕçлет.
Усал этем те тĕл пулсассăн хурлăх,
Ăна та ним пулман пек хÿтĕлет.
Мĕн-ма тесессĕн çутă тĕнчере
Мĕнпур чĕрчунпала мĕнпур этемĕн
Кун-çулĕ, чунĕ ĕмĕр-ĕмĕрех
Ун аллинче. Турра эс хирĕçлеймĕн.
Эпир Ун майĕпе, Вăл хушнипе
Çут тĕнчене килетпĕр те каятпăр,
Кашнийĕшĕ куллен Ун пилĕпе
Вăй-хал пухатпăр е халсăрланатпăр.
Çисе пăхсассăн пĕр-пĕр çимĕçе
Ун тутине тăрайăн-им сисмесĕр?
Шăп çавăн пек, начар хыпар илтсессĕн
Ăна хаклатăн эсĕ çийĕнчех.
Ват çынсене вĕреннине пула
Е пит нумай кун курнăшăн хаклаççĕ.
Анчах вĕсен ăсне Турăпала
Танлаштарма юрать-и-ха хальхаççăн.
Мĕн-ма тесен Вăл — пуринчен те Аслă,
Вăй-халĕпе этемсенчен хăватлă.
Канашлама та Хăй кăна пĕлет,
Шухăшĕпе теме те çĕнтерет.
Ытах та Турă япала ватас тăк,
Çавна тепре никам та юсаймасть-çке.
Енчен те Вăл касамата лартсан
Этем нихçан та тухаймасть унтан.
Вăл çумăр çутарать, ăна чарать,
Шыва уçать, çĕре урăхлатать,
Сар хĕвеле васкавлăн кăларать те
Калатъ: мĕнпур чĕр чун халь аталантăр.
Хăватлăх, ăслăлăх Ун аллинче.
Аташтаракансем те, мĕскĕнсем те,
Мĕнпурĕ Туррăн куçĕ умĕнче.
Кирек хăçан та Вăл — Тÿре çынсемшĕн.
Пĕрмай канашлакансене чăрмавсăр
Шухăшлайми тăвать Вăл пурнăçра.
Судьясене те хăварать вăй-халсăр,
Халăхсене тÿр çул-йĕртен пăрать.
Влаçра ларса пурнан патшасене
Хур кăтартать кĕтмен çĕртен, сасартăк,
Салтса илсен пиçиххийĕсене
Чура пулса та пăхăр тет хаяррăн.
Князьсен аслăлăхне, мăнаçлăхне
Çухаттарать хăйсем сисмен чухне.
Вара салтакĕсем юлаççĕ халсăр,
Вăйран кайнишĕн пулаймаççĕ паттăр.
Вăл çивĕч калаçма хăякана та
Лăплантарса ун чĕлхине чарать.
Çынсем хисеплекен ват ăсчаха та
Хисеплемесĕрех тăнран ярать.
Чаплисене те Хăй çеç хĕрхенмесĕр
Лайăхмарлантарса вăтантарать.
Вăй-хал пуррисене халсăрлатать,
Вара вĕсем хăймаççĕ кĕрешмешкĕн.
Сĕм-тĕттĕмре пурне те Вăл курать,
Унран никам ниçта та пытанаймĕ.
Сив вилĕм мĕлкине те хупăрлаймĕ,
Ăна та хăвăрттăн йăлт палăртать.
Халăхсене Хăех пит ĕрчетет те
Каярахпа пĕр шелсĕр чакарать.
Е çав йыша кĕç салатса ярать,
Е пуçтарать пĕр вырăна черетлĕн.
Вĕсен пуçлăхĕсем ăссăрланаççĕ,
Утма пĕлмеççĕ тÿрĕ çулпала.
Пуш хирсенче кашнийĕ аташаççĕ,
Терт-хĕн кураççĕ асапа пула.
Сĕм тĕттĕм вырăнта мĕн-ма тесен
Ĕлĕкхилле тек йăлтăртатмĕ çутă.
Ÿсĕр çын евĕр тайкаланĕç, утĕç
Часрах тухас тесе çак сехметрен.
XIII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Софара хуравласа малалла калаçни. Унăн Турă сучĕ умĕнче тăрас кăмăлĕ пурри тата çакна хăвăртрах пурнăçлас тесе ĕмĕтленни. Судра Иовăн хăш-пĕр ыйтăвĕсене Турă тивĕçтерсен тÿрре тухмашкăн шанчăк çурални.
Пурне те вĕсене хăлхам йăлт илтнĕ,
Пурне те вĕсене хам курнă, сиснĕ.
Çав сăнарсем кашнийĕ ман умра.
Упраннă май каймаççĕ чунăмран.
Асилтерем тепре; сирĕнни пек,
Ырăлăха кĕтсе тăран чĕрем пур.
Сиртен кайра тăмастăп ĕçĕмпе,
Ăс-хакăлăн вăйне туйса çÿретĕп.
Пурне те халь тытса Тăраканпа
Калаçăттăм-ха уççăн, шикленмесĕр.
Асапăм ман камра тесе Унпа
Тавлашăттăм тĕрĕслĕхе пĕлесшĕн.
Сире шанмастăп эп, мĕн-ма тесен
Пĕрмай суяс шухăшпала пурнатăр.
Эсир — ниме тăман эмелçĕсем,
Суран çине тăвар кăна сапатăр.
Тăрасчĕ пĕрех хут сăмах хушмасăр
Эп мĕн каланине ăша хывса,
Ун чух сире, тен, ыррăн хаклама та,
Хисеплеме те пулĕччĕ часах.
Айван этем чĕнмесĕр çеç ларсассăн
Вăл, сăнăр-ха, пит сумлăн курăнатъ.
Кам çынсенчен шав ютшăнса пурнасшăн,
Çав, чăн та, ăсчах евĕр туйăнать.
Эп мĕн калатăп — пĕр пÿлмесĕр итлĕр,
Хăлхăрсене ан хуплăр васкаса,
Шухăшăмсем сирен пата йăлт çитчĕр,
Шанатăп-ха эсир ăнланасса.
Анчах та Турă ячĕпе çапла
Суйса калаçмаллаччĕ-им айваннăн,
Ман пиркиех элек сарни ялан,
Ăна улталама хăни аван-им?
Çапах та хăвăртан çакна ыйтасшăн:
Юрать-им Ун хутне кĕме васкавлăн?
Вăл нимĕн те тума хушман пулсан
Тавлашмалла-им-ха хĕрсе кайсах?
Енчен те Турă терт-асап ярсассăн
Мĕнле туяттăрччĕ-ши хăвăра?
Çынна улталани пек пурнăçра
Ăна та шут тытатпăр-им суймашкăн?
Ик енлĕ-çке эсир кăмăлăрпа,
Çÿретĕр-ха çавна ним палăртмасăр.
Ун умĕнче хăйсан курнăçланмашкăн,
Тĕл пулăр час Вăл янă асаппа.
Эсир ак Туррăн аслăлăхĕнчен
Пачах та хăрамастпăр тетĕр-им-ха?
Çут тĕнчере шиклентермест халь ним те
Тесе пуплетĕр-им-ха кунсерен?
Сăмахăрсем тусан пек вĕçнине,
Тăм хÿме евĕр халсăр пулнине
Ăнланмалла-çке ним ÿпкелешмесĕр,
Хирĕçлесессĕн — сÿнĕ ыр тĕллевĕр.
Самантлăха шăпланăр-ха эсир,
Чуна уçса эп пуплемешкĕн хатĕр,
Патак та çийĕп, тен, е тупăп чир,
Çавах шухăшăма йăлтах калатăп.
Ыйтасшăн эп: мĕскершĕн-ха ÿте
Ман хамăн шăлсемпе туламалла тет?
Чуна аллăмсемпе кăлармалла та
Пĕтермелле тет ырă ĕмĕте?
Ак ĕнтĕ Вăл мана кĕç вĕлерет,
Çапах Ăна çеç пурпĕр ĕненетĕп.
Тасатасса та хамăн çул-йĕре,
Ун умĕнче тÿрре тухассине те.
Ик питлĕ çын нихçан та шухăшне
Турра йăлт каламасть, çакна сисетĕп.
Анчах та эп чунра Мĕнпуррине
Ним пытармасăр, уççăн пĕлтеретĕп.
Сăмахăма пÿлмесĕр, лайăх тăнлăр,
Чееленсе суяс йăла ман çук.
Сире тĕрĕслĕхе пĕлтернĕ чух
Ним ăнланман айван пекех ан тăрăр.
Сивлетĕп ултава, шăп çавăнпа та
Пач хăрамасăр сутлашма пуçлатăп.
Çакна туйса тăратăп-ха: хамах
Тÿрре тухатăп пурпĕр эп часах.
Мехел çитсен чĕлхем те çĕтĕ-ха,
Чун вĕçсе тухĕ ÿтĕмрен васкавлăн,
Анчах мана, çакна Шанатăп-ха,
Тавлашура çĕнтереймест никам та.
Тархасласа ыйтатăп Турăран:
Мана çăлсамччĕ ик япаларан,
Вара Санран эп хăраса çÿремĕн,
Хам ĕмĕтленнине кĕтсе илекен.
Хăв аллуна ман ÿт çинчен илсем,
Ун чух тÿрре тухмашкăн пултаратăп.
Тата ан тăр пĕрмай сехĕрлетсе,
Вара шухăшăма уçса паратăп.
Çак икĕ ыйтăва пурнăçласассăн,
Пĕрле тăрса манпа сăмахласассăн
Чуна уçса пит лăпкăн калаçма,
Чĕнме, хуравлама та пулĕ май.
Эппин, юнашарах тăрсассăн, çывăх,
Пĕлтер: манра мĕн чухлĕ айăп, çылăх?
Усал ĕçсем пулсассăн — ан пытар,
Япăххине те пĕтĕмпех кăтарт.
Мĕскершĕн-ха сăнна пĕрмай тартатăн,
Куç умĕнчен мĕскершĕн пытантăн?
Сăлтав çук çĕртенех хыт ÿпкелен,
Мана Хăв тăшману шутне кĕртен.
Татăлса ÿкнĕ çулçăна курман пек,
Мана йăлт пĕтермешкĕн шухăшлан-ши?
Тип улăм пĕрчине хÿтернĕнех,
Йĕрлетĕн мар-и-ха çине-çинех?
Туяп: эс ман пирки усал çыратăн.
Тен, çамрăк чухнехи çылăхсене
Аса илетĕн те çавсемшĕнех
Ут-пÿ çине асан та хĕн яратăн.
Урасене йывăрлатса тăллатăн,
Ăçта пусассине те йăлт сăнатăн.
Тăкăрлăка е урама тухсан
Ман хыççăнах Эс йĕрлесе утан.
Эп çĕрĕк япала пекех выртатăп,
Кĕве йăлт таткаланăн курăнатăп.
Хăратăп çав пĕччен тарса юлсан
Сан умăнта тÿрре тухаймасран.
XIV
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Софара хуравламан вĕçĕ. Турă ăна шеллесе каçарсам Иовăн тÿрре тухма шанчăк пурри. Унăн ăнкару лăхĕ чакни.
Хĕрарăмран çуралакан этемĕн
Кун-çулĕ пит кеске çав, варăм мар.
Вăл пурнăçне хуйхăпалах ирттерĕ,
Май пулмĕ яланах ун ыр курма.
Çут тĕнчене килет те çын каять,
Çапах хăй хыççăнах мĕн хăварать?
Ĕçĕпеле хисепĕ пур-и унăн,
Е чун-чĕри усаллăхпа çеç тулнă?
Пурнас кунсем пит йышлă пек, нумай пек,
Анчах шухăшласассăн тĕлĕнен:
Вĕçсĕрлĕхре сан ĕмĕрÿн пĕр пайĕ
Мăн тинĕсри тумлам кăна иккен.
Этем, чечек пекех, шăтса тухсассăн
Каярахпа типсе ларать, çĕтет.
Мĕлке куç умĕнчен шуса çухалнăн.
Кун-çул та шăп çапла, часах пĕтет.
Пăхатăн Эсĕ çын çине тĕпчевлĕн,
Тен, тишкеретĕн пурнăçне йăлтах?
Мана та суд умне кĕç çитересшĕн,
Калатăн пуль: явап тытатăнах.
Тасамартан таса кам çуралать-ха?
Хуравĕ паллă: çын çылăхсăр мар.
Вăл амăш варĕнчех вараланать те
Кайран ун май та çук йăлт улшăнма.
Эпир кашнийĕшĕ çула тухсан
(Сăлтавĕсем килмен-ха хамăртан)
Çири тума йăлтах пылчăклантарнă,
Тĕрĕслĕхе те çийĕнчех çухатнă.
Эппин, çын кун-çулне хисеплесен Эс,
Ун пурнăçĕ Сан аллуна лексессĕн,
Вăл тухмасан Хăв виçнĕ чикĕрен,
Парăнмассăн палăртнă пĕртен —
Вара пăрах та кай ун çумĕнчен,
Тара кĕрĕшнĕ çын кунне ирттернĕ.
Вăл виçсе панă шăпине пĕччен
Вĕçлетпĕр канăçлăн, шăв-шавсăр, тертсĕр.
Çÿл тÿпене ав кармашать-çке йывăç,
Ĕмĕтленет пĕрмай, ÿсесчĕ тет.
Касса ярсан ăна, чăнах та, йывăр,
Хунавĕ юлнăран çеç чĕрĕлет.
Тымарĕ унăн ватăлнă пулсан та,
Тункати не тусан пусса лартсан та
Вăл çухатмасть-ха хăйĕн шанăçне,
Сирет умри мĕнпур чăрмавсене.
Аталанмашкăн кăшт çеç нÿр юлсассăн
Çĕртен часах хунав шăтса тухать.
Тин лартнă йывăç пек вара васкавлăн
Турат çумне татах турат хушать.
Анчах та çын шăпи пач урăхла:
Пĕрре каять те тепĕр хут килмест-çке.
Çавах ыйтас килет-çке ман çапла:
Мĕскер юлать вара этем вилсессĕн?
Мехел çитсессĕн кÿлĕсем типеççĕ,
Çырма та сăрхăнса пĕтсе выртать.
Этемĕн кунĕсем çапла çĕтеççĕ,
Вăй-хал та унăн ватăлсан чакать.
Çут тĕнчерен яланлăхах кайсассăн
Çын вăранмасăр лăпкăн çывăрать.
Пĕлетĕп эп: мана Вăл Хăй çăласшăн,
Ÿт-пĕвĕме чĕртесшĕн тăрăшать.
Ах, Хăвăн сив çиллÿ йăлт пĕтиччен
Мана Эс çĕр тĕпне пĕрре антар-ха.
Кайран Хăв шухăшланă пек пĕччен
Асна илейĕсĕнччĕ васкаварлăн.
Этем вилсен тепре пурăнаять-и?
Эппин, Эс панă вăхăт иртиччен,
Е саманийĕ йăлт улшăниччен
Кĕтетĕп чăтăмлăн. Çухалмĕ ятăм.
Каярахпа Эс чĕнĕттĕн мана,
Сас парăттăм эп çийĕнчех Сана,
Хăв аллупа пултарнă ывăлна та
Вара ырăлăхна веçех параттăн.
Ман урасем аçта пуснисене
Йăлтах курса, пĕлсе тăраттăн Эсĕ.
Ĕлĕкхилле мĕнпур çылăхсене
Йĕрлемĕн-ши, çакна та ман пĕлесчĕ,
Çапах та айăпăмсен çырăвне
Пичет çапса пытараттăм пит тĕплĕн.
Кирлех пулсассăн, Хăв кăна йăлт тĕпчен,
Нихçан никам та пĕлмĕ вĕсене.
Анчах та сăрт тÿнсессĕн — саланать,
Пит çÿллĕ чакăл ту та арканать.
Вĕсем тÿрем çĕрпе йăлт танлашаççĕ
Е урăх вырăна куçса лараççĕ.
Чĕр кĕмĕл шыв шăнкăртатса юхать те
Выртан чула йăлт тĕпретет, ватать.
Ейÿ тавралăхра ав сарăлать те
Çĕр тусанне йăлтах çуса каять.
Çак тĕрлĕ пулăмна пĕр Хăв Хуçа.
Тусем, чулсем — Эс хуш кăна — пĕтеççĕ.
Çын ĕмĕтне те хăвăрттăн хуçан,
Кашнин шăпи Санран кăпа килет-çке.
Ăна вĕçне çити хĕсĕрлесессĕн
Вăл уйрăлать-çке сив элчел çитсессĕн.
Сăн-сăпатне те паллайми тăван,
Кайран масар çине ăсаттаран.
Ачи-пăчи ун ырлăхра пурнать-и
Яланлăхах леш тĕнчене кайсан?
Кашнийĕшĕ пуянлăхшăн çунать-и?
Çавна вăл пĕлеймест вара нихçан.
Анчах та халлĕхе ун ÿчĕ-тирĕ
Пĕр чарăнмасăр, вĕçĕмсĕр сурать.
Асаппала иртет-çке каçĕ-ирĕ,
Курăнĕ-ши чун-чĕмĕ тин ырра?
XV
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Елифаз иккĕмĕш хут калаçни. Иовăн асĕ çителĕксĕр тесе ăна ÿпкелени. Çылăхлă çыннăн вилĕмĕ пирки çырса кăтартни.
Феман çынни — ун ячĕ Елифаз —
Пĕлтернĕ шухăшне кĕç Иова,
Санпа эп тепĕр хут сăмах хушасшăн,
Пуçра мĕн пуррине веçех каласшăн.
Чухлатни эсĕ, кирлĕ мар чухне
Ăсчах хуравлаять-им тĕлсĕр, хирĕç?
Чараймасассăн хăвăн çиллÿне
Вĕриленсе кайни парать-им ирĕк?
Е усăсăр сăмах павранипех
Эп кăмăла çĕклетĕп тетĕн-и-ха?
Сÿпĕлтетсе пач кирлĕ мар çĕртех
Тÿрре тухатăп тетĕн-им-ха нимсĕр?
Чи пысăк, япăх ен те пур халь сан,
Эс Турăран пачах та хăрамастăн.
Унпа ав калаçатăн та кайран
Хăвна мăнна хурса кăна тăратăн.
Сан çăварна çапла çеç калаçмашкăн
Вĕрентнĕ хăвăн ăшунти усал.
Эс кутăн çын чĕлхипе сăмахласшăн
Умри тĕрĕслĕхе манса кайса.
Шăп çавăнпа ытла та тăрăлан,
Пĕртен-пĕр чĕлхÿне чарайманран.
Сана эп уншăн уссăрах Вăрçмастăп,
Мĕн-ма тесен хăвна эс хăв хурлатăн.
Çÿл тÿпене тусем çĕклениччен,
Вĕсем çине шур юрĕ ÿкиччен
Çут тĕнчере эп маларах çуралтăм
Тесе, тен, мухтанма та эс хăятăн?
Пĕр санпала çеç Турă ыр сунса
Куллен-кун канашларĕ тетĕн-и-ха?
Шăп çавăнпа та эс мĕнпур ăса
Хăв аллуна чăрмавсăр илтĕн-им халь?
Пиртен те ытларах мĕскер пĕлетĕн,
Ĕçпе санран тăратпăр-им кайра?
Кама эс ăнланатăн лайăхрах,
Ахаль çынран мĕнпе-ха ирттеретĕн?
Сăначчĕ тимлĕн: пирĕн хушăра
Çут кĕмĕл çÿçлĕ ватă çын тăрать.
Вăл çĕр çинче пĕртен-пĕр аçунтан та
Кун курнă ытларах, çакна ăнлан-ха.
Хутран-ситрен Хăй Турă сан чунна
Лăплантарни ниме те пĕлтермест-им?
Тен, эс хисеплеместĕн те Ăна,
Тен, эс Ăна пĕрре те ĕненместĕн?
Пĕлес килет-çке пирĕн, сан чĕрÿ
Кам патнелле куллен-кун туртăнать-ши?
Пулнишĕнех калаçăву хĕрÿ
Хăвна мĕскершĕн пит мăнна хуратăн?
Мĕнле сăлтав хушать Турăпала
Сана хирĕçтерме шухăшламасăр?
Çăмăлттай евĕр, нимĕн уямасăр
Çут чăнлăха урăхлатса калан,
Хăйне тÿрре хуман хĕрарăмран
Çуралакан этем таса пулать-им?
Ун евĕр çын çут тĕнчене нихçан
Килмен-çке, хăть çакна халь эс ăнланччĕ.
Курса тăрать-çке Турă пит аван:
Кирек епле чĕр чунăн пур-çке çылăх.
Этем Унпа мĕнле-ха пултăр çывăх,
Айăпсенчен хăй хăтăлаймасан?
Шанмасть-çке Турă пур святойсене те
Вĕсем ултавлă çул çине тăрсан.
Хăйне кăна пĕрмай Пăхăнмасан
Пит таса мар ав Уншăн пĕлĕтсем те.
Çанталăк шăрăх тăнă чух шыв ĕçнĕн,
Этем тем чухлĕ çылăха çăтать.
Ирсĕрленет те шав пуçтахланать,
Çав ырă мар ĕç-пуçăн пур-ши вĕçĕ?
Мана итле-ха эс пÿлмесĕр, шăппăн.
Эп каласа парам хам курнине.
Вăрттăнлăха та пытармастăп, лăпкăн,
Эппин, тăнлаччĕ ман сăмахсене.
Авал çынсем ламран лама çитернĕ
Çут тĕнчере пуçтарнă ăс-халне.
Куллен ашшĕсенчен мĕн илтнине
Хăйсен ачисене веçех пĕлтернĕ.
Вĕсем кашнийĕшĕ шав хуçаланнă
Сăрт-тусемпе, çĕрпе, юхан шывпа.
Пĕр-пĕринпе çуллен-çул тăванлашнă.
Ют çынсене кĕртмен хушша-хуппа.
Весем каланă: çылăхлă этем
Пĕртен-пĕр ĕмĕрне хĕнпе ирттерĕ.
Хĕсĕрлекенĕн хăйĕн ÿсĕ терчĕ,
Ыр курас çук çав çын пурăннăçем.
Усал, сана-ха, мĕлкинчен хăрать,
Унран хыт шикленсе пĕрмай тарать.
Тÿр чунлă çын пач урăхла: пит çирĕп,
Арăслан евĕр, кĕрешет шав вирлĕн.
Кам çылăх тунă, çаван хăлхине
Хăрушă сасăсем тек илтĕнеççĕ.
Чипер те канлĕ пурăннă чухне
Пĕтерекен пырать ак ун патне кĕç.
Вăл тĕттĕмрен те хăтăлас темест,
Çăлăнасси пирки ĕмĕтленмест.
Хăй умĕнче курса тарать те хĕç çеç
Шăп çавăнпа сехĕрленет пĕр вĕçĕм.
Сĕтĕрĕнсе çÿренĕçем ыйтать
Чĕре сури тумашкăн татăк çăкăр.
Сĕм тĕттĕм кунĕ çитессе туять.
Эппин, ăна çак нушаран кам çăлĕ?
Терт-хĕн йăлт тăварлатнăран чунне,
Чăнах, çавна чăтмашкăн питĕ кансĕр.
Е туйăнать хаяр патша ир-каçăн
Ун патнелле вăрçма килессĕнех.
Тĕпчес килсен çак пулăм тупсăмне
Сана пер пытармасăрах систерĕп.
Сăлтавĕ паллă: çын хăй аллине
Турра пĕччен хирĕçлесе çĕклерĕ.
Ăна Вăл çакăншăн хыт тавăрать,
Питне-куçне мăнтăрлатса ярать.
Çан-çурăмне çупа хулăмлатать те
Кÿлепине чир-чĕр çеç тултарать шав.
Вара çак çын пуçне çеç каçăртса,
Пит хулăм хÿтлĕхне хупăрланса
Тустарнă хуласем енне утать-ха,
Çавах Турра пачах та пăхăнмасть хăй.
Вăл вырнаçать арканнă хулана,
Пăрахăç çуртсенче те пурăнать.
Анчах та Турă çав çĕре йăлт маннă,
Эппин, кунта май çук тупма пуянлăх.
Хăйĕнпеле мĕн пур ун — час пĕтет.
Пухас тесессĕн мул — ку ĕмĕт тулмĕ.
Хавхалану та чунĕнче пач юлмĕ,
Кăшт хĕмленсессĕнех вăл лап сÿнет.
Сĕм тĕттĕмрен те хăтăлма май çук-çке:
Вутта пăрахнă йывăç евĕр çунĕ,
Е Турă лăпкăн, кăшт вĕрнипелех
Çылăхĕсемшĕн çын пĕтет тÿрех.
Шăп çавăнпа аташакан, ытла та
Ним пулман пек, хăйне кăна ан шантăр.
Ыр курасса кĕтни те кăлăхах,
Мĕн-ма тесен Вăл шеллемест вăй-хал.
Çак çын ыр вилĕмне кĕтсе илеймĕ,
Леш тĕнчене вăл кайĕ маларах.
Ачи-пăчи те вăй илсе çĕкленмĕ,
Хунав пек хăвăрт хăрĕ çамрăклах.
Иçĕм çырли, çакна куратăр хăвăр,
Хăш чух пиçмесĕрех ÿкет çĕре.
Çу йывăççин чечекĕ те тÿрех
Шăп çавăн евĕр тăкăнать пит хăвăрт.
Усал çынсен кил-çурчĕ Вăл хушсассăн
Пĕтсе ларать кĕтмен çĕртен, сасартăк.
Выç куçлисен чатăрĕсем вутра
Çунса каяççĕ, ним юлмасть кайран,
Ултавлăх çуратать пĕрмай хаярлăх
Çакланнăран суялăх ытамне.
Кам çылăхлă, çав çыннăн çук пуласлăх,
Вĕçлет вăл терт-хĕнре хăй кун-çулне.
XVI
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Елифаза иккĕмĕш хут ăнлантарса хуравлани. Вăл тусĕсен калаçăвĕпе те, хăй сăмахла нипе те, чĕнмесĕр тăнипе тĕ лăпланма пултараймасть. Иов айăпсăррине çĕрсĕр пуçне никам та çирĕплетеймест. Турра чĕнсе калани.
Иов тăнланă та çапла каланă:
Шухăшăрсем йăлт паллă-çке халь маншăн,
Пÿлмесĕрех сире итлетĕп-ха,
Анчах чуна лăплантарма çук хал.
Эсир ав хăвăр майлă çавăрасшăн,
Салхуллă кăмăла кăштах уçасшăн.
Çапах ниме тăман сăмахăрсем
Тухаççĕ суяна мехел çитсен.
Пуш пакăлтатăвăн пулать-и вĕçĕ,
Кам хĕтĕртсе тăрать çапла тума?
Тĕллевсĕр пурăнсассăн ырă ĕçĕр,
Сисетĕр-çке, каять вĕт харама.
Енчен те сирĕн вырăнта пулсан,
Тен, хам та шăп çапла çеç калаçаттăм.
Пуçа сулса, куçăмсене чарса
Пĕр шеллемесĕр сăмахпа хăртаттăм.
Анчах ун пек тума пултараймастăп,
Эппин, çемçен калаçнипех сире
Йăпантарасчĕ теп хутран-ситрен,
Çапла майпа эп кашт, тен, лăпланатăп.
Мĕн тăвăн? Хуйхăм ман пусăрăнмасть-çке,
Пупленилех иртсе каймасть асап.
Пĕрмай Вăл янă терт-хĕне чăтмашкăн
Ытла та кансĕр-çке вăй-хал чаксан.
Ак ĕнтĕ Турă пĕтĕмпех мана
Халсăрлантарчĕ, ураран ÿкерчĕ.
Синкер ярса тăрса ним хĕрхенмерĕ,
Анчах та хурламастăп эп Ăна.
Кунпа кăна Вăл лăпланас темерĕ,
Ÿт-тирĕме веçех пĕркелентерчĕ.
Хавшанă, пĕтнĕ хал кайран хамах
Пуçларĕ уççăн питлесе тăма.
Турă çилли пĕрмай тертлентерет
Шăлне шатăртаттарнăçем хăрушшăн.
Сив куçĕпе шăтарас пек тĕллет,
Чăнах та, эп чăн-чăн тăшман-шим Уншăн?
Умра, хыпса çăтас пек, курăнаççĕ
Тискер чĕр чунăн çивĕч шăлĕсем.
Усал сунакансем питрен çапаççĕ,
Эп пĕтессе кĕтеççĕ халь вĕсем.
Мана Хăех Вăл хытă айăпларĕ
Йĕркесĕр çыннăн аллине парса.
Çылăхĕсем нумай-çке ун ытла та,
Анчах куратăп эпĕ çеç асап,
Тĕк пурăннă çĕртех килсе чĕтретрĕ,
Пыртан ярса илсе хытах хĕнерĕ.
Сăннипеле тĕллерĕ шав мана,
Эп хурламастăп пурĕпĕр Ăна!
Ухăсемпе перекенсем нумай Ун,
Тăраççĕ халь весем йĕри-тавра.
Ăш-чикĕме йăлт каскаланă майăн
Вăл ватăма та шелсĕр шăтарать.
Ман ÿт çине çĕмрен çине çĕмрен
Пĕр чарăнмасăр вирхĕнет хальхаççăн.
Çар çынни евĕр, курнăн вăрçă-харçă,
Тăратăп Унăн умĕнче пĕччен.
Кĕлеткеме хупларăм çĕтĕкпе.
Сурансене çынсем ан курччăр терĕм.
Пуçа тăпра ăшне чиксе çĕрпе
Кăшт çывăхлантăм та хытах эрлентем.
Йерсен-йерсен ман куçăмсем хĕрелчĕç,
Вĕсем какайланса пиçсе кайсан,
Сив вилĕмĕ хăрушшăн çывхарсан:
Куç хупанкисем хăвăрт тĕссĕрленчĕç.
Усал ĕçпе эп çыхланса курман,
Аллăмсене пит ирĕке яман.
Таса чун-чĕрепе Турра кĕлтурăм,
Çапла пулсан та хурлăх çеç тĕл пултăм.
Эй, çĕрĕм! Юнăма сăхса илсен эс,
Куççулĕме те хăвăрт йышăнсан
Мана айăплама пулать часах,
Эппин, тÿрккеслĕхе хирĕçлесемччĕ.
Мĕн-ма тесессĕн Турă кĕç пурне те —
Ырра та, усала та — Хăй хаклать.
Мехел çитсен çакна эп ĕненетĕп:
Шанчăкăма Вăл пурĕпĕр упрать.
Йĕкĕлтешсе пĕрмай кулакансем,
Ниме те хакламан айван туссем,
Ун умĕнче куççуль эп юхтаратăп,
Анчах та çакăншăн пач вăтанмастăп.
Этем ывăлĕсем! Пĕр-пĕринпе
Эсир, чăнах та, тавлашма хăятăр.
Çапах та хăвăрăн ĕçĕрсемпе
Турăпала нихçан тупăшаймастăр.
Ман кунăм-çулăм вĕçленсе пырать,
Кĕçех кунтан яланлăхах каятăп.
Таса юлинччĕ тетĕп ырă ят,
Вăл çылăха каçарасса шанатăп.
XVII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Елифаза хуравланин иккĕмĕш пайĕ. Хăй айăплă мар иккенне çирĕплетсе Турра чĕнсе калани. Тусĕсен канашĕсем, ырă пуласлăха шанмалла, ăна кĕтмелле тенисем вырăнсăр пулни.
Асапланса аран-аран сывлатăп
Кун-çулăм хăвăрттăн вĕçленнĕрен.
Куç умĕнче тупăксене куратăп,
Анчах та шикленместĕп вĕсенчен.
Хăрушă вилĕм чĕтретмест пĕрре те,
Çынсем ан мăшкăллаччăр çеç мана.
Вара ним пулман пек эп яланах
Вĕсем тавлашнине кăна итлеттĕм.
Эй, Турă! Ман хута хăвах кĕрсемччĕ,
Шанчăкăма çÿлтен çÿле çĕклеччĕ.
Ытах сăмахăма итлемесен
Тăрса юлатăп эпĕ тăр пĕччен.
Мĕн-ма тесессĕн Эсĕ юлташсен
Чĕрисене хупларăн та, вĕсем
Мана, пит тăрăшсан та, ăнланмаççĕ,
Эппин, çынсен Санран иртмешкĕн май çук.
Кам хăйĕн юлташне кÿрет асап,
Малтан вăл пурăнать-ха ыр курса.
Анчах кайран ун ачисем пĕтеççĕ,
Телей мĕнне сисмесĕрех вилеççĕ.
Ытла та япăх, Турă Хăй мана
Мĕскершĕн халăх умĕнче хурларĕ?
Вăл хĕрхенмесĕрех пит мăшкăлларĕ,
Ăнланаймастăп ниепле çакна.
Хуйхăпала куçăм çути пăтранчĕ,
Эрленнипех ÿт-пĕвĕм халсăрланчĕ.
Ман шăммăм-шаккăм та мĕлке пекех,
Эп утас çук хавхаланса текех.
Çак тĕрĕсмарлăха таса çынсем
Пăхса тăраççĕ те шалт тĕлĕнеççĕ.
Улталама хăякана вĕсем
Нихçанхинчен те хытă çилленеççĕ.
Тÿр чунлă çын пĕртен-пĕр çул-йĕртен,
Хăйне çеç пурне чаплă, ыр ĕçрен
Нихçан та пăрăнмасть, вăй илнĕçемĕн
Кун-çулĕ ун пулать пĕрмай илемлĕ.
Мĕнех, эсир кашнийĕшĕ калаçăр,
Пĕрне-пĕри пÿлсе ялан сăмахлăр,
Хурав пулать халь манăн çапларах:
Çук сирĕн хушăрта маттур ăсчах.
Пит шел, хĕвел шевли пек кунăмсем
Йăл-йăл çиçейрĕç те умра çухалчĕç.
Ыр шухăшсем — чĕре тивлечĕсем
Кĕтмен çĕртен пит хăвăрттăн саланчĕç.
Çынсем хура çĕре тÿлек ирпе
Пĕрлештересшĕн кăлăхах тăрмашрĕç.
Пултаракан çутта сив тĕттĕмпе
Çыпăçтарма май çуккине ăнланчĕç.
Ялан ĕмĕтленсе пурнас тесен те
Çĕр тĕпĕнче кăна кил-çуртăм ман.
Пулас вырăнăма шырас килсен те
Ăна тĕттĕм çĕрте пулать тупма.
Тупăкăма калам: эс ман аттем,
Хама пĕрмай çиен хурта аннем теп,
Ăманăма аппа тесе чĕнем,
Унтан эп тухаймастăп ĕмĕрне те.
Çав вырăнта ĕмĕтленме май çук,
Вăл пурнăçланаймась: ку ĕнтĕ паллă.
Çынсем пĕр-пĕринпе тĕл пулнă чух
Манпа никам та пуплеймест хаваслăн.
Мĕн-ма тесессĕн çĕр çинчи çут шанчăк
Хампа пĕрле тупăкăма çеç анĕ.
Кĕлеткемпе вăл выртĕ юнашар,
Тинех кунта лăпланĕ, курмĕ шар.
ХVIII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Вилдад иккĕмĕш хут калаçни. Хăйĕн шухăшĕ çеç тĕрĕс иккенне палăртма тăрăшни. Ĕçлекенсене куланайпа хĕсĕрлесе çука хăварни. Çылăхлă çынсен вилĕмрен хăтăлма май пулманни.
Савхей çынни Вилдад сăмах пуçарнă,
Çĕн шухăшсем ăна кăсăклантарнă.
Каланă вăл: вĕриленсе кайма,
Çирĕплĕхе манмашкăн кирлĕ мар.
Ним уямасăрах пакăлтатмашкăн,
Кирек епле этем те пултарать.
Анчах та сирĕнтен тÿрех ыйтасшăн:
Тÿрккесленни парать-им вăй-хăват?
Мĕскершĕн пулмалла-ши выльăх евĕр?
Картран тухса кайма ăс кирлĕ мар.
Анчах капла тусан тивет юлма
Малашлăхсăр, хисепсĕр, ыр тĕллевсĕр.
Эй, çиллÿпе чунна шав туллакан!
Сана пула путланмалла-им çĕрĕн?
Чул тăвăн урăх вырăна хай тĕллĕн
Куçса ларма пулать-им-ха кунтан?
Çапла çав, тÿрĕ мар этем хавалĕ
Кун çути евĕр çухалать часах.
Пĕрре сÿнсе ларсассăн чун кăвайчĕ,
Чĕрĕлеймест çут тĕнчере татах.
Хĕвел шевли кĕмест ун чатăрне,
Тĕттĕмлĕхе пула вăл йăлт пăчланнă.
Пăхăнмасассăн Турă Саккунне
Пĕтет кирек: хăçан та ырă шанăç.
Усал шухăшпала пурнас тесен
Суялăх ытамне лексе аташăн.
Унтан тухмашкăн çул та çук иккен,
Унта тĕл пулмăн ыр сунан юлташ та.
Хăвачĕ унăн чакнăçемĕн чакĕ,
Ÿт-пĕвĕ халсăрланĕ кунсерен.
Шухăшласа хулин ултавлă чапĕ
Ăна хăйнех пĕтерĕ тĕнчере.
Серепене çакланĕç урисем,
Тăн-тăн утаймĕç çĕр çинче вĕсем.
Танатана лексессĕн — тапаçланĕç,
Анчах унтан çăмăллăнах тухаймĕç.
Мĕн-ма тесессĕн ун аллисене
Пач хускалми туса веç йăлăланă.
Хурахăн ĕçĕ те пит çăмăлланĕ,
Вăл туртса илĕ çыннăн ирĕкне.
Хирте ÿстернĕ тырă-пуллине те
Йăлтах пĕтерĕç выçăхнă çынсем.
Хуçи валли арпипе улăмне çеç
Хăварĕç йĕкĕлтенĕ пек вĕсем.
Тарпа пуçтарнă хаклă мул-сумне
Ним хăвармасăр самантрах салатĕç,
Ĕçме-çиме упранă пурлăхне
Ăш хыпнă майăн антăхса çăтайĕç.
Ман çăланасчĕ-ха тесен те, уншăн
Кирек хăçан та хатĕр серепе.
Е лекĕ вăл таппа, çÿлевĕç пек,
Вара касаматра ыратĕ чунĕ.
Куллен-кун выçăлла пурăннăран,
Ÿт-пĕвĕнче вăй-халĕ чакнăран
Сив вилĕмĕ ăна илсе каймашкăн
Юнашарах тăрать. Май çук тармашкăн.
Усал чире хал çук-çке çĕнтермешкĕн,
Вăл пурнăçлĕ хуллен хура ĕçне.
Ÿтне-тирне, шăмми-шаккисене
Йăлт кăшласа пĕтерĕ шеллемесĕр.
Кил-çуртĕнче тин çеç тупатчĕ хÿтлĕх,
Анчах унпа сывпуллашма тивет.
Хăрушă патшине вăл курĕ ÿлĕм,
Çапла этем хăй кун-çулне вĕçлет.
Ун чатăрне часах туртса илсен,
Содомпа Гоморра Хăй Турă шелсĕр
Кÿкĕрт сапса йăлтах çунтарнă евĕр,
Нимскер те юлмĕ вăхăчĕ çитсен.
Тымарĕ йывăçăн типсе кайсан
Çÿлти турачĕсем часах хăраççĕ,
Этем те çавăн пек, айăплансан
Çемйи нихçан та ун телей курас çук.
Кам Унăн Саккунне куллен сивлет,
Çав çыннăн ячĕ çĕр çинчех çĕтет.
Ултавçăсен те çулĕ-йĕрĕ ăнмĕ,
Вĕсем хисеп курмасăр хăвăрт кăнĕç.
Кам çылăха кĕрет шав, çутăран
Сĕм тĕттĕм вырăна ăна яраççĕ-
Вăл пурнăçра ыр ĕç туман пулсан
Ун сăнарне вуçех манса каяççĕ,
Çын хушшинче йăх тăсаканĕ çук,
Кил-çуртĕнче юлмасть-çке ав пĕр чун та.
Сăлтавĕ паллă: айăп тунă чух
Хута кĕмест çав Аслă Турă уншăн.
Çынран Вăл уççăнах кулать, йĕплет.
Мĕн-ма тесен вăл вилессе пĕлет.
Тăхăмĕсем те хăраса çеç пурнĕç,
Вĕсем Ăна пула тĕл пулĕç хурлăх,
Йĕркесĕр çыннăн хÿтлĕхĕ çапла,
Эппин, Ун Саккунне пăхăнмалла.
Турра хисеплемен çынсен шăпи те
Унран иртмест-çке — вăхăчĕ çеç çиттĕр!
XIX
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Вилдада иккĕмĕш хут ăнлантарса хуравлани. Вăл нушаланнăшăн тусĕсен чунĕсенче хĕрхенÿ, пăшăрхану туйăмĕ çуралмалла, ăна сăлтавсăрах питлес, вăрçас шухăш пулмалла мар. Иов хăйĕн ÿчĕ-пĕвĕ тепĕр хут чĕрĕлсе тăрассине шанни.
Иов итленĕ хыççăн хуравланă:
Эсир мана кашнийĕ хăçанччен
Сăмахăн хăватне пач пĕлменрен
Сăлтавсăрах тарăхтарма шутлатăр?
Пĕр вунă хут та пулĕ вăрçрăр питĕ,
Пĕлесчĕ хăть пăртак намăсланма.
Пусмăрлама хăятăр, ĕнтĕ çитĕ,
Çапла юрать-им вĕçсĕр паврама?
Чăнах та, эпĕ çылăхлă пулсан
Айăпăмсем юлаççĕ-çке манпа çеç.
Кашни этем хăй çĕклемне йăтсан
Йĕркеллĕ-им кĕме хушша-хуппа шав?
Эпир кирек хаçан Ун умĕнче
Ĕмĕтсемпе те ĕç-хĕлпе яваплă.
Илемлĕ пултăрччĕ тесен малашлăх
Çынсен сыхланмалла çылăхсенчен.
Мăшкăллама çеç шухăшăр пулсан,
Мана питлесчĕ-ха тесен ялан
Сире тÿрех куçран пăхса калатăп:
Эсир айванланатăр, Йăнăшатăр.
Мана, ăнланăр, Турă Хăй ÿкернĕ,
Ăна пула кăна мĕнпур инкекĕм.
Пулсассăн та эп Ун танатинче,
Пуçа çухатас марччĕ теп вуçех.
Эп хĕн курап! тесе ак кăшкăрсассăн
Пăхасшăн мар никам та ман çине.
Пит тилмĕрсе ыйтсассăн: пулăшсамăр!
Илтеес çук ыр çыннăн сăмахне.
Ăна чĕне-чĕне халран кайсассăн,
Пыр тĕпĕ хăвăрттăн типсе çитсен,
Вăл ал парассине те хыт кĕтсен
Тĕл пултăм хам умра синкер, асап çеç.
Утса тухас çула Хăех йăлт пÿлчĕ
Эс ырлăх кураймастăн тенĕн ÿлĕм,
Умри тавралăх тĕттĕмленнĕ чух
Мала иртмешкĕн, чăн та, ирĕк çук.
Ыр ятăмпа пĕрле пурлăхăма,
Пуçри çĕлĕкĕме хывса илмешкĕн,
Ăçта май пур — унта ура хума,
Чăрмантарса тăма Вăл именмерĕ.
Мăнаçлă йывăçа лăсканă пек,
Чир-чĕр ярса мана Хăех тĕп турĕ.
Ĕмĕтĕмпе çĕкленес çук текех,
Унран ыйтап: мĕнре ман айăп, Турă?
Хаяр çиллипеле Вăл хыт çунтарчĕ,
Пĕр ман çине тарăхăвне йăлт ячĕ.
Айăпăм çук çĕртех тăшман тесе
Тăрать куллен-кун Хăй хĕсĕрлесе.
Ун çарĕсем кĕпĕрленсе тухса
Çурт патнелле ушкăнпала çывхарчĕç,
Чатăрăма хупăрласан хăратрĕç,
Пĕтетĕн терĕç эсĕ ак часах.
Тăванăмсем манпа халь калаçмаççĕ,
Эп тĕл пулас тесен те ютшăнаççĕ.
Пускилĕмсем е пĕлĕшсем курсан
Ĕлĕкхи пек тăмаççĕ калаçса.
Пăрахрĕç ĕнтĕ çывăх çыннăмсем,
Тус-тантăшсем те манса кайрĕç хăвăрт.
Чун-чĕреме нихçанхинчен те тăвăр,
Килеççĕ-ши, ыйтатăп, ыр кунсем?
Хам çуртăма килен-каякансем
Мана, кил хуçине, пач палламаççĕ.
Эп тарçăсемшĕн те ют çын, вĕсем,
Унчченхи пек, пуçне пĕксе тăмаççĕ.
Тахçан чи мĕскĕн пулнă чурана
Чĕнетĕп, вăл тăрать сăмах хушмасăр.
Унран ĕçме-çиме ыйтса пăхсассăн
Нимскер памасăр хăвалать мана.
Çăварăмран тухан сывлăшăмран та
Ман арăмăм пуçларĕ йĕрĕнме.
Калатăп эп: ывăлсене ан ман эс,
Хĕре те аса ил, вĕрен тÿсме.
Аслисенчен иртмеççĕ ачисем,
Мана тĕл пулсанах пит йĕкĕлтеççĕ.
Ыратнипе ÿт-пĕвĕм чĕтресен
Çакна пач курман евĕр ихĕреççĕ.
Унччен хама хисеплекен туссем
Тутисене тăсаççĕ, пăрăнаççĕ.
Мана пит кăмăллатчĕç-çке хăйсем,
Халь пăх та кур: пĕри те калаçмаççĕ.
Кассассăн та юн тухмĕ тенĕ евĕр,
Ÿт-тирĕм шăмă çумĕнчен хăпмасть.
Капла часах пĕр шăлăм та юлмасть,
Сăн-питĕм, кĕлеткем ытла илемсĕр.
Тархасласа ыйтатăп: тусăмсем!
Хута кĕрсе часрах, часрах хĕрхенĕр.
Мана Турă аллийĕ перĕнсе
Ÿкерчĕ ураран пач шеллемесĕр.
Пĕлесшĕн эп: Турăпала пĕрле
Мана эсир мĕскершĕн хĕсĕрлетĕр?
Ÿт-тирĕ ме çиетĕр те куллен
Çапах та чарăнса тăма пĕлместĕр.
Сăмахăмсем вĕçеççĕ çилпеле,
Эх, вĕсене шур хут çине çырасчĕ.
Кайран кĕнекере йĕрле-йĕрле
Пĕр васкамасăр, лăпкăн çеç вуласчĕ.
Шухăшăмсем чул хăмасем çинче
Çĕн ĕмĕрсем валли ÿкерĕнсессĕн
Вĕсемпеле пулатчĕ çийĕнчех
Паллашнă майăн чунăма пĕлмешкĕн.
Пĕлетĕп эпĕ: манăн Çăлакан
Юнашарах тăрать, Вăл сывă, чĕрĕ.
Юлашки кун çитсессĕн тăпраран
Ÿтленĕп те çын хушшине кĕç кĕреп.
Вара сăмахлăп: Эс ĕненекеншĕн
Тем тĕрлĕ халăхсемшĕн, çĕн йăхсемшĕн
Хăв Сывлăшна ăшпиллĕн янăран
Пулас çут кунсенче тăрса юлан.
Эп пурĕпĕр Ăна хамах куратăп,
Вилсе выртсассăн, чĕрĕлсен тепре.
Эсир çакна вуçех халь шанмасан та
Çав ырлăха кĕтсе илет чĕрем.
Шухăшламашкăн вăхăт пур халь сирĕн
Куллен хĕсĕрлени пирки мана.
Ăшра усал тымарĕ ларнăн çирĕп
Мĕн-ма пит пусмăрлатăр яланах?
Çапах та Туррăн хĕçĕ пур, вăл çивĕч.
Астăвăр: Унăн сучĕ юнашар.
Хаярлăхĕ кашнин патне ак çитĕ,
Вара çылăхăрсемшĕн тÿсĕр шар.
ХХ
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Софар Иова ăнлантарса хуравлани. Пуçламăшĕ. Çылăхлисен телейĕ кеске те çирĕп пулманни пирки калани. Тÿрĕ мар çыннăн вилĕмĕ пирки çырса кăтартни.
Наам çынни Софар ак тепĕр хут
Итленĕ хыççăн пуплеме пуçланă:
Чăтса тăма май çук, калаçтаратăн,
Сан шухăшна тăрук йышăнмасан та.
Сăмаххуна тăнларăм пĕр пÿлмесĕр,
Мана сăлтавсăрах эс ÿпкелен.
Хăвна вара тÿрех хирĕçлемешкĕн
Пит йывăр тетĕн-им? Эппин, итле.
Пĕлместĕн-им эс, çĕр çинче этем
Пĕр шиксĕр пурăнсан та ĕмĕртен,
Пуянлăхĕ ламран лама куçсассăн,
Хăй хыçĕнчен ывăлĕсем юлсан та,
Анчах та Турă саккунне пĕрмай,
Ĕненекен пекех пăхăнмасассăн,
Ун савнăçĕ пымасть-çке вăрăма,
Çакна чун-чĕрепе аван чухласчĕ.
Тĕпчевлĕн сăнасассăн лайах курăн,
Икпитлĕ çын хĕпĕртемест ялан.
Паян пит çăвăнсассăн та ыран
Тĕл пулĕ пурĕпĕр вăлах терт, хурлăх.
Шăп çавăнпа та айăпа кĕрсе
Самантлăхра хаваслăх куракан çын
Турă халăхĕпе пĕрле тÿссе
Пурнаканпа танлашаймасть нихçан та.
Хăш чух, чăнах та, çылăхлă этем
Чап-сумĕпе çитет пек пĕлĕте.
Куллен мăнаçланса вăл пынăçемĕн
Пит мухтанать, тăватăп тет эп тем те.
Анчах ун тислĕкĕ епле çĕрет,
Шăп çавăн евер хăй те кĕç пĕтет.
Ăна паллакансем кайран: ăçта вăл,
Тесе пĕр-пĕринчен вăлтса ыйтаççĕ.
Каппайланан этемĕн сăнарне
Манса каяççĕ тĕлĕк курнă евĕр,
Пурнăçланмасть нихçан та ун тĕллевĕ
Шанса тăнишĕн пушă ĕмĕтне.
Çуралнă вырăнĕ те çак çынна
Асра тытасшăн мар çав яланах.
Çапла пĕрре кăра сив çил иртсессĕн
Тепре вăл килессе кĕтсе илеймĕн.
Пуянăн мулĕ салансан, пĕтсен
Ывăлĕсем ыйткаласа çÿреççĕ.
Кĕлмĕçсем пек пĕрмай мĕскĕнленсе
Пулăшасса шанса хыт тилмĕреççĕ.
Этемĕн ÿчĕпе шăммисене
Яш пулнă чух пуçтарăннă та айăп,
Вилсе выртсан, кайсан леш тĕнчене
Вăл пурĕпĕр çылăхсенчен хăпаймĕ.
Чĕлхи ун, çу пекех, çемçе пулсан
Ыр суннă пек, вăл калаçма пĕлсен те,
Сăмахĕсем пыла асилтерсен те,
Анчах та йĕннинче хĕç усрасан,
Çăварĕнчен тухас çĕн шухăша
Уçса памасăр тăхтаса тăрсассăн,
Кÿршисене пĕрмай хаяр сунсассăн,
Вĕсем ăна пула курсан нуша,
Ăш-чиккинче пытаннă ун аспичĕ
Пурăннăçем пĕччен хуçалансан,
Пытарăнчăк пулсан ултавлă пичĕ,
Хура ĕçне çеç кăтартсан ялан,
Ĕçлекенсем пуçтарнă пурлăха
Пуян çăткăнланса туртса илсен те —
Çапах çитсессĕн вăхат сăнăр-ха:
Тăрса юлмасть-çке ун валли нимскер те.
Çĕлен сĕлекине ĕмсе тултарнăн
Хăсма пуçлать те вăл вăйран каять.
Ехидна чашкăрса ăна сăхать,
Вара пĕтет сăх ĕмĕчĕ каварçан.
Çăлри сĕтпе пит тутлă шерпете
Ĕлĕкхи евĕр ыррăн астивеймĕ.
Çу ăшĕнчи пек ишес çук вăл тек,
Е шухăшсăр тăн-тан утса çÿреймĕ.
Çынсем хĕнпе пуçтарнă çимĕçе
Ялан апшурланса çăтса яраймĕ.
Мĕн илнине те тавăрĕ кĕçех,
Мулпа хăй тĕллĕн ĕмĕр савăнаймĕ.
Мĕн-ма тесессĕн вăл кĕлмĕçсене
Нимскер памасăрах шав хăваланă.
Ĕçлекенсен мĕнпур пуянлăхне
Намăсланмасăр хăй килне турттарнă.
Унччен хирте тыр-пул акман, пухман,
Çапах кĕлечĕсем ун пушанман.
Этемсене хăйсен кил-çуртĕнчен те
Çиллессĕн хÿтермешкĕн именмен вăл.
Ун хырăмĕ нихçан та тăранман,
Мен курнă — хыпнă вăл ним уямасăр,
Саккунсене нихçан пăхăнмасан
Ĕмĕрĕнче этем тивлет курмасть çав.
Çăткăнланса пуçтарнă ылтăн-кĕмĕл
Çынна нихçан та канăçлăх кÿмен.
Çут чăнлăхăн сăваплă, ырă хĕмĕ
Май парĕ хăтăлма сив вилĕмрен.
Ĕçме-çиме çителĕклĕ пулсан та,
Пуянăн ĕмĕчĕ пурнăçлансан та
Хăй Турă пурпĕр çав этем çине
Ярсах тăрать тем тĕрлĕ чир-чĕрне.
Енчен те шăтăка кĕрсе ÿксен,
Унтан тухсан, йăлмакĕ уншăн хатĕр,
Хăтăлайсан та хурçă тимĕртен
Ÿтне кĕç ухă вилмеллех амантĕ.
Ăна хăй ăшĕнчен вăл кăларсан
Ун вачĕ тÿрленес çук нихăçан.
Этем вара пит хăраса ÿкет те
Элчелĕ килессе кăна кĕтет шав.
Ăш-варĕ, чунĕ, вут хурса тултарнăн,
Вĕрсе чĕртмесĕрех хыпса çунать.
Чатăрĕнчи пуянлăха усалăн
Алли-ури пырса час çулăхать.
Мĕн-ма тесессĕн тавăру çуралнă
Ун çиллине пула кана çут тĕнчере,
Вăл тĕрĕсмарлăха курсан çунтарнă
Çын пурлăхне, ту никĕсне, çĕре.
Çылăхлисен йĕркесĕр пурнăçне,
Вĕсем Турра килĕштерменнине те
Курса тăрать ав пĕлĕт кулленех,
Е çĕр те хирĕçлет кашнийĕшне халь.
Ултавпала пуçтарнă мул вара
Вăл хушнипе йăлтах пĕтсе ларать,
Сăлтавĕ паллă-çке: Ăна хыт çиллентернĕ,
Шăп çавăнпа этем Унран иртеймĕ.
Кам Турă Саккунне пач пăхăнмасть,
Çав нихăçан хăй телейне курмасть.
Лекмест пурне те Унăн ыр тивлечĕ,
Мĕн-ма тесен чăрмантарать сехмечĕ.
XXI
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Софара иккĕмĕш хут ăнлантарса хуравлани. Вăл хăйĕн калаçăвне тимлĕн итлеме сĕнни. Çылăхлă çынсем ырлăх курнине çырса кăтартни, анчах та унпа тусĕсем йалтах килĕшме пултарайманни.
Иов итленĕ хыççăн хуравланă:
Ман сăмаха, ыйтатăп, тăнлăр лайах.
Хуйха-суйха эп пĕлтерем сире,
Ырра шанма пуçлать пек чун-чĕре.
Сăлтавсăрах чăрмантарса ан тăрăр,
Эп каласа кăтартиччен кăшт тăхтăр.
Калаçăвăм вĕçленейсен кăна
Йĕкĕлтешсе хăть кулăр пĕр кана.
Эсир пулăшасса кĕтес теместĕп,
Çапах та хурлăх сăлтавне пĕлесшĕн.
Епле-ха кулянмасăрах пĕрмай
Пурăнмалла тет шухăшсăр халь ман?
Эппин, кĕлеткеме кашнийĕ сăнăр,
Сехĕрленсе ÿкетĕр тĕсесен.
Йĕрĕнтерет сире илемсĕр сăнăм,
Çăварăра час хуплĕç аллăрсем.
Мĕнпур асапăма аса илсен
Çан-çурăмăм сăрăлтатса каять-çке.
Шикленнине пула. хыт чĕтреме
Пулас кунсемшĕн, чăн та, пит хăратăп.
Пĕлесшĕн эпĕ: Турă саккунне
Пач пăхăнман çынсем ма час вилмеççĕ?
Вĕсем пурнаççĕ ватăличченех,
Вăйлăскерсем тăн-тăн утса çÿреççĕ.
Кÿрентерме тÿр кăмăллисене
Е шав такăнтармашкăн именмеççĕ.
Куллен-кун ÿстерсе хура ĕçне,
Мул пухассишĕнех пит иртĕхеççĕ.
Вĕсен ывăлĕсен, мăнукĕсен,
Кашнийĕнех ытла та лайăх пурнăç.
Çулне-йĕрне синкерлĕх пÿлменрен
Путсĕрленсен те тĕл пулмаççĕ хурлăх.
Вĕсем кил-йышĕпе çут тĕнчере
Ним пулман евĕр шиксĕр пурăнаççĕ.
Ывăлĕсем тĕреклĕ те хитре,
Хĕрачисем чечек пек курăнаççĕ.
Ĕнийĕсем пăруласа парсассăн
Вăкăрĕсен йăх-йышĕ хушăнать.
Тарçийĕсем вĕсемшĕн тар тăксассăн
Хуçалăхĕ çуллен аслăланать.
Ачи-пăчийĕсем кĕтÿ пекех
Кĕшĕлтетсе те выляса çÿреççĕ.
Нушалăха нихçан кĕрсе ÿкмеççĕ,
Йăл-йăл кулса сикеççĕ кулленех.
Тимпанпала тăмран ыр кĕввине
Итленĕ майăн савăнса юрлаççĕ,
Шăхличĕпе хитрен каланине
Танланăçем хăпартланса ташлаççĕ.
Вĕсем, чăнах та, тăнăçлăх кураççĕ,
Сехмет мĕнне пĕлмеççĕ кашниех.
Вилсе выртсан та тамăка тÿрех,
Асап чăтмасăрах анса каяççĕ.
Хăйсем вара Турра пурăннă чух
Кай пирĕн патăртан тесе калаççĕ.
Сан саккунна мала хурас шут çук,
Вăл кирлĕ мар пурсăмăра хальхаççăн.
Ăна кăна шав пăхăнса тăрсассăн
Мĕскер парать-ха Вăл пире куллен?
Эй, пулăшсам тесе тархасласассăн
Çăмăлланать-им пурăнăç çынсен?
Куратăр-и, вĕсен суя телейĕ
Килмест куллен-кун тар юхтарнинчен.
Шăп çавăнпа усалсене сивлетĕп,
Кашнийĕнчен тăратăп айккинче.
Çынсен çуртийĕсем сÿнеççĕ-им-ха
Турă Саккунĕпе пурăнмасан?
Хаярлăхĕ тÿрех çитеет-им Ун,
Ÿкеет-им вĕсем çине ялан?
Этем кун-çулĕ анлă уй-хирте
Вĕçсе пыракан улăм пĕрчи евĕр.
Е сăнаса пăхсан арпа вăл тейĕр,
Çавраçилпе умран вĕçсе иртет.
Вăл мăрьерен тухан йÿç тĕтĕм пек
Палкать-палкать те çухалать хăех.
Е улăх çийĕнчи шур тĕтрепе те
Ăна танлаштарма пулать кĕретĕн.
Тем тĕрлĕ шухăш каплансассăн эсĕр
Мана çакна та хăвăрах систерĕр:
Мĕскершĕн Турă ашшĕ вырăнне
Асап ярать-ши ачисем çине?
Вăл хăй тÿссе хĕне хăй çеç йăлт чăттăр,
Ăна ан тÿсчĕр айăпсăррисем.
Сăлтав çук; çĕртенех пит эрленсе
Ачи-пăчин куççуль ан юхтăр кăшт та.
Этемĕн пурнăç вĕçленсе çитсен
Ун ăрăвĕн синкер ма курмалла-ха?
Каварлăхĕ татах та юлмалла-им
Çут тĕнчере çав çыннăн ĕç пĕтсен?
Эй, Турăçăм! Юн тăкакансене,
Пит сĕмсĕррĕн улталакансене
Эс вилĕм шăтăкне антарса ярăн,
Вĕсен киревсĕрлĕхне путлантарăн.
Ăна кăна эп халь шанса пурнатăп,
Анчах Турра епле-ха ăс паратăн?
Вăл çынсемпе пĕрле çÿлтисене
Куллен-кун тăратать-çке суд умне.
Пĕри вăйпиттиллех вилсе выртать
Хуйха-суйха пĕр чĕптĕм астивмесĕр.
Тус-тантăшне ним чухлĕ хĕрхенмесĕр
Çут тĕнчере хăй çеç телей курать.
Ăш-чиккинче те çара çу кăна,
Миме тăп-туллиех шăммисенче ун.
Çылăхласкер, пурнасшăн яланах,
Анчах та уйрăлать ĕмĕтĕнчен час.
Теприн кун-çулĕ пĕрмаях синкерлĕ,
Çавах ярас темест вăл ыр ятне.
Шăпи пулсан та канăçсăр е тертлĕ
Упрать куç шăрçи пек таса чунне.
Анчах та иккĕшĕ вилсе выртсассăн,
Хура тăпрапала йăлт хуплансассăн
Ăманĕсем уямĕç нихăшне,
Сырса çеç илĕç çав çынсен ÿтне.
Пĕр айăп çук çĕртех хурланине,
Пурнăçăма йăлтах сивлессине
Шухăшăра чунпа туйса тăратăп.
Çавах мана нимпе хăратаймастăр.
Кăшт шахвăртса ыйтмашкăн пултаратăр:
Ăçта ларать кил-çурчĕ кнеçĕн халь?
Çылăхлисен кив чатăрне шыратăр,
Ун вырăнне кăтартаймасть никам.
Çул çÿрекенсенчен эсир ыйтман-им?
Хурав пама пултарĕç, тен, вĕсем.
Шăп ман пекех пĕлтерĕç пытармасăр,
Пач улшăнман кун-çул айăплисен.
Усал этем пĕтес кунсем çитсен те
Сив вилĕмрен час хăтăлса юлать.
Турă çиллин хаяр вăхăтĕнче те
Айккинелле вăл пăрăнма чухлать.
Анчах епле çулпа çÿренине
Ăна кам кăтартса пама хăятъ-ха?
Çут тĕнчери тискер ĕçĕсене
Куллен-кун сивлекен тупăнать-им?
Вилсен усал çынна масар çине
Йĕре-йĕре пит чыслăн ăсатаççĕ.
Пытарсанах ун канлĕ ыйхине
Хуралламашкăн палăк та лартаççĕ.
Çĕр айĕнче вăл лăпкăн çывăрать,
Пуçланă ĕçĕ-хĕлĕ тăсăлать.
Çĕн ăрусен кун-çулĕ улшăнсан та,
Ун ячĕ халăх асĕнчех упранĕ.
Ниме тăмаççĕ-çке сăмахăрсем,
Тухаççĕ суяна мехел çитсен.
Вĕсем пуш пучах пек, çакна ăнланăр.
Шăп çавăнпа та Турăра çеç шанăç.
XXII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Елифаз виççĕмĕш хут калаçни. Туррăн тĕрĕслĕхĕ, Вăл Иов айăплă иккенне кăтартма пултарни. Иовăн çылăхĕсем икĕ енлĕ пулни. Турăпа çывăхланма сĕнни тата ун хыççăн пулма пултаракан килĕшÿ.
Феман çынни тÿр чунлă Елифаз
Хирĕçлесе каланă Иова:
Ăсчах пит тăрăшса пурнать те хăйшĕн,
Турра пайталлă тăвĕ-и ун вăйĕ?
Хăвна ху эп таса этем тени,
Ытла та тÿрĕ çулпала утни,
Хăй аллипе тытса Тăраяканшăн
Мĕн усси пур? Çакна пĕлтер, тархасшăн.
Санран хăранипе тавлашĕ-им Вăл?
Кĕтсе илеймĕн эс ăна нихçан.
Е суд умне тухса тăраять-им-ха?
Шанни те кăлăхах. Ан хăпартлан.
Шухăшласа пăхсассăн урлă-пирлĕ,
Пулать çапла пĕтĕмлетÿ тума:
Нумай çылăха кĕнĕ-тĕр пит ир эс,
Пач именмен-тĕр ыр ятна яма.
Тăван уссишĕн тăрăшман эс, ахăр,
Йăлт туртса илнĕ пуль пуянлăхне.
Е пурлă-çуклă кивĕ тум-тирне
Хывса илмешкĕн пĕртте вăтан ман-тăр.
Пуш хирсенче ĕшеннĕ çынсене
Вĕсем, ыйтсан та, тăнă шыв памасăр.
Халтан кайса выçăхнăскерсене
Çăкăр татки сĕнмен пуль вăй пухмашкăн.
Хуçалăхна шав аслăлатнă май
Пуян çынсемпеле çеç канашланă.
Чухăнраххи ыйтсассăн çĕр пама,
Çакна пурнăçламасăрах хăварнă.
Тертленекен: пĕччен хĕрарăмсем,
Тĕрексĕр юлнă тăлăх ачасем
Хута кĕме е пулăшу ыйтсассăн,
Тен, хăваланă эс нимскер памасăр?
Çынсен куççуль çĕре ахаль ÿкмест.
Шăп çавăншăн танатана çаклантăн.
Кĕтмен çĕртен чуну та тăвăрланнă,
Йĕри-тавра сехмет çине сехмет.
Ыран мĕскер пулать, çавна пĕлместĕн,
Мĕн-ма тесессĕн тĕттĕмлĕх умра.
Сив вилĕмĕ те çывăхрах, сисетĕн.
Пуçу шыв айĕнче халь пулнăран.
Эппин, сана-ха çÿллĕ тÿпене:
Епле унта çут çăлтăрсем çиçеççĕ.
Хăй Турă вĕсенчен те инçине
Ăнланăн-ши эс? Ман çакна пĕлесчĕ.
Пит çăмăлттай этем пекех палкатăн:
Сĕм тĕттĕмрен пире ăçтан курать Вăл?
Çут тĕнчери çынсен мĕнпур ĕçне
Май çук асăрхамашкăн кулленех.
Мăн пĕлĕтсем Ăна йăлт хупăрланă,
Çавна пула Вăл нимĕн те курмасть.
Хăй куçĕпе пит тимлĕн сăнасан та
Пур енлĕ пулăма асăрхаймасть.
Эс авалхи çынсен çул-йĕрĕпе
Утасшăн-им пачах шухăшламасăр?
Вĕсем кашнийĕ çумăр çунипе,
Çĕре шыв илнипе йăлт пĕтнĕ мар-и? –
Сăлтавĕ паллă-çке, çав этемсен
Куллен-кун ÿснĕ чыссăр ĕçĕсем.
Чи Аслă Турă пит ÿкĕтлесен те
Вĕсем çылăхсенчен хăпас темен-çке,
Çынсем Ăна каланă: кай кунтан!
Хушша-хуппа ан кĕр Эс нихăçан.
Тен, шухăшланă пуль: пĕртен-пĕр Турă
Кашнийĕшне епле кăтартĕ хурлăх?
Чăнах та, Вăл вĕсен килне-çуртне
Пилленĕ Хăйĕн хаклă пурлăхне.
Анчах çынсем Ăна час манса кайнă,
Чылайăшĕ вăрманти пек аташнă.
Шăп çавăнпа усал этем канашĕ
Кирек кама та ырăлăх кÿмест.
Ман чун ун патнелле халь иленмест,
Эп çав танатаран хăпса тухасшăн.
Çылăхлисен сăх ĕмĕтне Хăй Турă
Путлантарсассăнах таса çынсем
Ытла та савăннă, вара вĕсем
Каланă: мĕн шыранине тин тупрĕç.
Ырра палăртманнишĕн ырăпа
Тăшман хăйне хăех пĕтернĕ
Каярахпа хĕрÿ вут-çулăмпа.
Çапла сан тертленес килмест пулсан
Ăна итле, Унпа пулсамччĕ çывăх.
Вара тупатăн канăç, пурнăн сывă,
Ыр курăн Турă пилĕпе ялан.
Вăл хушнине итле, ан мăнаçлан,
Сăмахĕсем чĕрÿ тĕпне вырнаçчăр,
Вĕсем сана куллен хавхалантарччăр.
Ун саккунне куллен-кун пăхăнсан
Тусусемпе ăшпиллĕн çеç калаçăн.
Халăхсене Пăхăнтаракан
Итлеччĕ эс, вара сан яланах
Пурăнăçу Ун майлă çаврăнсассăн
Чатăрунта ĕç-пуç юлмасть усалăн.
Çап-çутă кĕмĕле те танлаштарăн
Ун чух уру айĕнчи тăпрапа.
Е çырмара выртан ахаль чулпа
Офирăн ылтăнне те шайлаштарăн.
Сан кĕмĕлÿ те, хаклă ылтăну та
Пĕртен-пĕр Турă пулĕ пурнăçра.
Асу çÿл тÿпене çĕкленĕ, утăн
Ним пулман пек сирсе хура-шурра
Телей çăлкуçĕ килнĕрен Унран,
Эс çакăншăн хыт савăнăн вара.
Ăна савса тăруçăн хавхалан ăн,
Чуну тин тупĕ ĕмĕтленнĕ канăç.
Ир-каç кĕлтăвăн, илтĕ Вăл сана.
Мĕне çут тĕнчере кĕтес тăратăн,
Мĕнле ĕçе вĕçленессе шанатăн —
Çавсем пурнăçлаççĕ яланах.
Мĕн шухăшланă — çав йăлт çитсе пырĕ,
Синкерлĕхе манса шав курăн ырлăх.
Пĕр хăв кăна çÿрес çул тĕлĕнче
Илемлĕ çутă ялкăшĕ темччен.
Енчен те çын пуçне усса утсан,
Анчах та эс çĕклен тесе хушсан —
Ăна та Турă парĕ çутă шанăç,
Вăл сан пекех пит хăвăрт хăпартланĕ.
Ан тив, этемĕн айăпĕ пач çук,
Çавах Вăл пурпĕр асăрхĕ ăна та.
Ун умĕнче эс таса пулнă чух,
Пĕлĕшÿпе пĕрле кĕç çăлăнатăн.
XXIII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Елифаза виççĕмĕш хут ăнлантарса хуравлани. Калаçăва тĕрлĕ енчен çутатса пани. Тÿрре тухсассăн Турăпа тĕл пулас сĕнÿ пурнăçланасса. Анчах та çак ĕмĕте шанни пустуй пулма пултарасси. Иовăн çĕнĕ асапĕсем.
Иов итленĕ те çапла каланă:
Мĕн тăвăн-ха, пуплетĕп кÿренсе.
Асапăмсем, чăнах та, нумайланчĕç,
Шанатăп эп вĕсем кĕç иртессе.
Ыратнине пĕтересех тесен,
Ах, манăн Турă ăçтине чухласчĕ.
Вăл ларакан пукан патне çитсе
Ун умĕнче пуçа пĕксе тăрасчĕ.
Ăна курсассăн эпĕ йĕркипе,
Хальччен хам пурнăçланă ĕçсемпе
Пĕр пытармасăрах паллаштараттăм,
Вара тÿрре тухма сăмах тупаттăм.
Унпа пупленĕ майăн куçа-куçăн
Мана Вăл Хăй мĕскер калассине
Ăнланаттăм нихçанхинчен те уççăн,
Йăлт илтсе тăрăттăм тĕп шухăшне.
Анчах та Турă, пит хăватлăскер,
Тавлашĕ-им манпа? Апла пулмасть-тĕр.
Кăшт асăрхатăрччĕ çеç Вăйлăскер,
Çак ĕмĕт хăвăрт пурнăçланаймасть çав.
Унпа ман, тасаскерĕн, курнăçсан,
Шухăшăма та пĕлтерме пулатчĕ.
Вара Тÿре те ирĕке яратчĕ,
Суд тумĕччĕ куллен çине тăрса.
Ак эпĕ малалла утса каятăп,
Тĕсетĕп те — умра Вăл курăнмасть.
Е каялла çавăрăнса пăхатăп,
Анчах та куçăм ним асăрхамасть.
Те сулахай енче, те сылтăмра,
Çапах ăçта пытаннă-ши Хăй Турă?
Хăшкăлтăм ентĕ эп шыра-шыра,
Ăна хăçан, епле майпа-ши курăп?
Çул-йĕрĕме йăлтах пăхса тăрать Вăл.
Унран нимскер те пытараймăн халь.
Сăнатăр: ылтăн евĕр тасалатăп,
Куллен ÿсейтĕр чунăмра вăй-хал.
Мĕн-ма тесессĕн эп Ун йĕрĕнчен
Айккинелле пĕрре те пăрăнмарăм.
Суялăх хăйĕн ытамне чĕнсен
Серепине лекмерĕм, пăхăнмарăм.
Вăл хушса тăнине пĕрмай итлерĕм,
Пăхăнтаран саккунĕнчен иртмерĕм.
Çăварĕнчен тухан сăмахсене
Мала хурса тăратăп кулленех.
Пурне те çирĕп алăра тытать Вăл,
Ун сехметне халь кам сирсе ярать-ха?
Чи Аслă Турă мĕн тума шутлать,
Çав пурĕпĕр ялан пурнăçланать.
Эппин, хама мĕн пÿрнинчен иртеймĕп,
Мĕскер Вăл çырнă, çавă пулатех.
Ман пек çынсем чылай-çке Ун, сисетĕп,
Вĕсен кун-çул тĕрĕслевре иртет.
Эй Турă умĕнче хыт шикленетĕп,
Сив тытнă евĕр пит сехĕрленетĕп.
Ÿт-пĕвĕмпе тăр-тăр чĕтрене май
Пултараймастăп хăвăрт лăпланма.
Пурне те Хăй çеç пăхăнтарнăран
Ман чĕрене Вăл хавшатса çитерчĕ.
Чун канăçне куллен шуйхатнăран
Кÿрентерсе те хăратса пĕтерчĕ.
Мĕскершĕн-ши сив тĕттĕм хуллинчен
Сÿнмерĕ куçăм, кунăм вĕçленмерĕ?
Мĕскершĕн сĕмлĕхĕн ытамĕнчен
Тухма май çук, Эй, Турăçăм, пĕлтерччĕ!
XXIV
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов хуравласа каланин иккĕмĕш пайĕ. Тĕрлĕ майпа çылăхакĕрекенсем айăпланманни; çав тĕслĕхсем.
Пурне те Хăй тытса тăраканран
Мĕскершĕн вăхăчĕ пытарăнман-ши?
Ăна пĕлекенсем пурăнăçра
Чăрмавсăр Ун кунне ма сăнаймаççĕ?
Йĕркесĕр этемсем йăрансене
Ытла та сĕмсĕррĕн улăштараççĕ.
Туртса илеççĕ те кĕтÿсене,
Кайран Вĕсемпеле хуçаланаççĕ.
Авалтанпах йăх-несĕлсен çĕрне
Хăй Турă упраманшăн халалланă.
Ан пăсăр тенĕ унăн чиккине,
Инкек çеç курăр виçерен тухсан ак.
Анчах вĕсем ав тăлăх ачасен
Пĕртен-пĕр ашакне туртса илеççĕ.
Ир-каç нуша куракан арăмсен
Ĕç вăкăрне укçашăн парăн теççĕ.
Çук çынсене нихçан та çул памаççĕ,
Ыр ĕмĕтне пĕрмай путлантараççĕ.
Çавна пула хĕн-хур айĕнчисем
Пурнаççĕ вĕсенчен шав чĕтресе.
Пусмăртисем ав пушхирте çÿреççĕ,
Ашаксенчен те ытларах ĕçлеççĕ.
Çапах ачи-пăчи валли хăйсен
Çимешкĕн çăкăрĕ çитмест куллен.
Ир-каç ют çыннăн уйĕ-хирĕнче
Сĕм тĕттĕм пуличчен тыр-пул выраççĕ.
Чура пулса пуянăн пахчинче
Хуçи валли иçĕм çырли пухаççĕ.
Кашнин сĕтелĕ — выльăх валашки.
Ĕçме-çиме вара — чи юлашки.
Тум-тирĕ çĕтĕк-çатăк, витĕнмесĕр,
Сивве пăхмасăр çĕр каçма тивет-тĕр.
Е хăш-пĕр чурасем тусем çинчех
Çумăр айне лекеççĕ, йĕпенеççĕ.
Кашнийĕ чул çумне тĕршĕннĕçем
Ниçта кайма пĕлмесĕр ĕнтĕркеççĕ.
Амăшĕсен сĕтне ĕмнĕ çĕртех
Ачисене туртса илеççĕ те
Чура туса хураççĕ хĕрхенмесĕр.
Мĕн-ма тесен май çук хирĕçлемешкĕн.
Е кĕлмĕçĕн пур-çук пуянлăхне
Укçа вырăнне пултăр ку халь теççĕ.
Хывса илсен те кивĕ тум-тирне
Намăсланма пĕлмеççĕ, именмеççĕ.
Выçăпала аптранă çынсене
Пучахсемпе кăна тăрантараççĕ.
Йăлтах çарамасланнăскерсене
Выльăхсенчен те япăхрах пăхаççĕ.
Иçĕмĕн çырлине пăчăртаса
Унран хуçа валли эрех тусан та,
Олива йывăçăн çуне пухсан та
Хăйсем шыв ĕçеймеççĕ ăш çунсан.
Хулан пĕр пайĕ тыткăнра пурнать,
Тата тепри патак çеç тутанать.
Вилекен çыннăн чунĕ макăрсассăн
Çавна Вăл хăяймасть чăрмантармашкăн.
Хур кăтартакансем кирек хăçан
Хĕвелĕн çутинчен пит шикленеççĕ.
Хăйсен усал ĕçне асăрхасран
Тăр кăнтăрла ним пулман пек çÿреççĕ.
Тискер этем кăвак çутăпалах
Çынна шар кăтартма тухать çула.
Вăл чухăнăн пурăнăçне татать те
Çĕр каçиччен ун пурлăхне вăрлать ав.
Аскăнланма юратакан та шутсăр
Çутта сивлет, тĕттĕмлĕхе савать.
Пĕртен-пĕр ĕмĕчĕ ун: çын ан куртăр,
Вара ясарланма та май пулать.
Е вăрă-хурахсем каç пуличчен
Пĕр-пĕр пуян çурта аван сăнаççĕ.
Кайран, çÿл тÿпери хĕвел çĕтсен,
Пÿрте, чавса кĕрсе, йăлт çаратаççĕ.
Хура ĕçне тÿрех палăртнăран
Вĕсемшĕн çутă — вилĕмпе пĕр тан.
Çакна кашнийĕшĕ аван пĕлеççĕ,
Унран сехĕрленсе тăр-тăр чĕтреççĕ.
Шыв çийĕн çăмăл япала ишейнĕн
Часах пĕтет çылăхлисен телейĕ.
Татăлнăран тымарĕ çĕр çинче
Ыр курас çук вĕсем пурнăçĕнче.
Çынсен ылханĕ хăвăрт çитнĕрен
Киленеймеççĕ çутă тĕнчере.
Иçĕм пахчийĕсем чечекрине те
Сăнаяс çук кашнийĕшĕ ĕретлĕн.
Уяр кунсем: çитсессĕн шăрăхра
Юр шывĕсем типеççĕ çырмара,
Шăп çавăн евĕр, çылăхлă çынна та
Çăтса ярать çĕр. Ун шăпи çапла-тăр.
Çак этеме айăпĕ йышлăран
Манса каять-çке амăшĕ кайран.
Эппин, ăна хуртсем çисе киленччĕр,
Мĕн-ма тесен вăл пурăннă йĕркесĕр.
Çил-тăвăла пула мăнаçлă йывăç
Кĕрĕслетсе ÿкет-çке çĕр çине.
Кам çылăхлă, кун-çулĕ çавăн йывăр,
Саркаланса лараймĕ кулленех.
Тÿрккес этем ача-пăча курман
Хĕрарăма пĕр шелсĕр пусмăрланă.
Тăлăххине те хĕрхенсе тăман,
Ăна та пĕрмаях тип шар кăтартнă.
Вăл вăйлине те çавăрать хăй майлă,
Мĕн-ма тесен унран та çирĕпрех.
Хирĕçлеме хăяканни тÿрех
Кун-çулĕпе сывпуллашать ним маршăн.
Усаллине пĕлсе тăрсах Хăй Турă
Ăна пĕлÿ, вăй-хал парать пĕрмай.
Çавна пула нимрен вăл хăрамасть,
Çавна пула курмасть те пуль чăн хурлăх.
Уй хÿттинче пурăннипе кăна
Мĕн палăртни кирек хăçан анать.
Анчах та тÿрĕ маррисен кун-çулĕ
Ахаль çынсен шапи пек ĕмĕр пулĕ.
Вĕсем çÿл тÿпене пит çĕкленсен те
Сывпуллашаççĕ тĕнчепе пĕр енлĕ.
Пучах касăлнă пек çурлапала,
Мехел çитсен этемĕн канмалла.
Çак чăнлăха кам хăйĕ сивлеме,
Хирĕçлесе суятăн эс теме?
Тÿр сăмаха итленĕ майăн шăпăрт
Ăна шутран кăлараймастăр хăвăрт.
XXV
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Вилдад Иова хуравласа виççĕмĕш хут калаçни.
Савхей çынни Вилдад та шап тăман,
Каламалли ун тупăннă сăмах:
Мĕн пур тĕнче Ун аллинче. Çакна сан,
Тен, лайăх пулĕччĕ йăлт ăнлансассăн.
Вăл çĕр çинче те, çÿллĕ тÿпере те
Тем тĕрлĕ пулăма Хăй йĕркелет-çке.
Пурне те Турă хăратса тăрать,
Пăхăнтарать те виçере тытать.
Ун çарĕн хисепне халь кам пултарĕ
Пĕр йăнăшмасăр шутласа пĕлме?
Вăл чĕртнĕ çут хĕвелĕн ыр кăварĕ
Нимле вăйран та хăрамасть, сÿнмест.
Этем, хĕрарăмран çуралнăскер,
Ăна пула ÿтне варланăскер,
Ун куçĕ умĕнче епле тасалтăр,
Çав айăпшăн ăçтан тÿрре тухайтăр?
Курса тăрать-çке Турă пит аван:
Кирек епле чĕр чунăн пур-çке çылăх.
Ун умĕнче тĕксĕмленет сар уйăх,
Çут çăлтăрсем те таса мар ялан.
Этем те Уншăн хурт-кăпшанкă çеç,
Ывăлĕсем кĕвесемпе танлашĕç.
Алла илсен те тĕрлĕрен ĕçе,
Турăпала нихçан та тупăшаймĕç.
XXVI
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов Вилдада хуравласа виççĕмĕш хут калаçни. Вилдад калаçăвĕн уйрăмлăхĕсем. Туррăн пур енлĕ мăнаçлăхне, вăй-хăватне Иов та Вилдад пекех лайăх пелет.
Вилдадăн сăмахне итленĕçем
Шăп тăнă та Иов унтан кĕçех,
Айван çынна ăсчах тÿрех ăс пайăн,
Ним пытармасăр çакăн пек каланă:
Калаçăву мана вăй-хал парать-им?
Пуплетĕн эсĕ пит хавхаланса.
Имшер çынна хул айĕнчен тытса
Тăратрăм тетĕн-им? Тен, йăнăшатăн?
Ытла та ăссăр ачана вĕрентнĕн
Пĕр-пĕр ансат ĕçе ăнлантарса
Мĕскершĕн вăхăтна халь пĕтеретĕн?
Çакна хăть тĕшмĕртесчĕ, иçмасса.
Çапах пĕлесшĕн; çав сăмахсене
Кам ячĕпе хĕрÿленсе каларăн?
Ним чухламастăн Унăн хăватне
Тесе шутлатăн пуль-ха васкаварлăн.
Рефаимсем — леш тĕнчери çынсем,
Шыв тĕпĕнче те пурăнакансем
Мăнаçлă Турăран пĕрмай хăраççĕ,
Ун умĕнче чĕркуçленсе тăраççĕ.
Нумай турра ĕненекен патша та,
Рефаимсен пуçлăхĕсем те халь
Хускалнă вырăнтан такам тухатнăн,
Ăна пула кашнийĕ тупнăн хал.
Чăнах та, Аслă Турă умĕнче
Çĕр тĕпĕ — тамăк — яланах яр уçă.
Пулсан та Аваддонăн выçă куçĕ,
Унран хупланаймасть вăл çийĕнчех.
Хăй çеç пултарнă япаласене
Курса тăрать-çке Турă кулленех.
Тем тĕрле çутă пулăм пытанманшăн,
Ăна савас пулать кирек хăçан та.
Вăл çурçĕрте, пуш-пушă вырăнта
Пач ÿркенмесĕр пĕлĕтсем пуçтарнă.
Унччен нимскер куçман çĕрте тата
Çĕр чăмăрне пĕччен çакма пултарнă.
Хăп-хăмăр пĕлĕтсем куллен пухать те
Вĕсем çинче шыва тытса тăрать Хăй.
Тухма май çук-çке Ун ирĕкĕнчен,
Çумасть ав çумăрĕ те çийĕнчех.
Мăнаçлă Турă Хăйĕн вырăнне
Çынсем курман çĕрте тĕпленĕ лайăх.
Пăхас тесен те эсĕ Ун сăнне
Çак ĕмĕт уссăр пулĕ, вăл путланĕ.
Тÿпен виçесĕр анлăшне сарса
Ун чиккине Хăех палăртнă чух та,
Шăв-шавлă тинĕссем валли те туххăм
Йĕри-тавра вăл çырансем тусан,
Çутăпа тĕттĕме ик еннелле
Ан хутăшчăр тесе Хăй пайласассăн,
Е аслати хăрушшăн авăтсассăн,
Чĕтреççĕ пĕлĕт юписем куллен.
Вăл хăйĕн иксĕлми хăвачĕпе
Çĕре чĕтретĕ, тинĕсе пăлхатĕ.
Тÿлек те ырă ăсĕ-вăйĕпе
Кирлех пулсассăн час йăлт лăплантарĕ.
Вăл Пысăк, Пĕчĕк Алтăр хушшинче
Вĕр çĕнĕ çăлтăра Хăех пултарнă.
Ун сывлăшне пула хитре тĕнче,
Ун аллисем çĕре илемлĕх панă.
Эп асăнни: йăлтах уçса параймĕ
Мăнаçлă Туррăн тĕрлĕ ĕç-хĕлне.
Этем пĕлес тесессĕн те путланмĕ
Ун нихăçан та иксĕлмен вăйне.
XXVII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов пур тусĕсемпе те калаçни. Вăл хăйĕн айăпсăрлăхне хăюллăн хÿтĕлеме хатер тăни. Çылăхлă çыннăн вилĕмĕ пирки çырса кăтартни.
Иов калаçнă пит хĕрÿленсе,
Хăй шухăшне йăлт пĕлтерес тесе:
Мана Хăй Турă судсăр айăплать-çке,
Çапах чуна хур тунине туять-тĕр.
Вăл Таса Сывлăшне антарнă майăн
Пĕлсе, шанса тăрать пурне те лайăх
Хам сывлăшăм та ăшăмра чухне
Сăмса-çăварăмран тухмассине.
Кам айăпсăр, çав çыннăн ĕçĕ ырă,
Калать вăл сăмахне чун-чĕререн.
Эп, чăн та, улшăнас çук ĕнтĕ урăх,
Суялăха пуççапмăн тĕнчере.
Шухăшăра аван пĕлсе тăруçăн
Сире тÿрре кăлармăп нихăçан.
Шап çавăнпа куçран калатăп уççăн:
Виличченех таса-ха ятăм ман.
Тĕрĕслĕхе те эп упратăп çирĕп,
Ăна аллăмсенчен вĕçертес çук.
Кун-çулăм, чăн та, хăвăрт иртнĕ чух
Сире йĕкĕлтеме памастăп ирĕк.
Ман тĕлĕшпе тăшман пек хăтлансан
Çылăхсенчен тасалмăр нихăçан.
Е айăп çук çĕртех пит хирĕлсессĕн
Пулса юлатăр кашниех йĕркесĕр.
Çак чăнлăха та, тен, манмалла мар:
Чуна пĕрре илет тĕк Аслă Турă,
Кирлех-шим икĕ питлĕ, пурăнма?
Улталани нихçан кÿмест-çке ырлăх.
Енчен те çын асап, хĕн-хур курсан,
Анчах та вăл Ăна Пăхăнмасан
Хăй Турă çак этем хутне кĕрет-им,
Сас кăларса ÿхленине илтет-им?
Пурне те аллинче Тытакана
Шанса тăмашкăн тивĕçĕ ун пур-и?
Мана ан çулăхтăр тесен те хурлăх
Чунне пусараять-им яланах?
Çылăхлисем çине епле пăхать Вăл?
Эппин, эп Ун пирки кăшт систерем.
Кăсăклантарĕ чăнлăхăм сире.
Кайран çакна тивĕçлипех, тен, хаклăр.
Эсир тем тĕрлĕ тĕрĕсмарлăха
Курса тăратăр хăвăр лайăхах.
Анчах та мĕншĕн пуш сăмах çапатăр,
Сăмахăн пылакне сая яратăр.
Этем ывăлĕсем! Ыр ятăма
Çĕртсе пурнатăр хăçанччен? Пĕлесчĕ.
Ултавлăха пĕрмай савма кирлех-ши,
Кирлех-ши ун танатинче пулма?
Çынна хĕсĕрлекен кирек хăçан
Пурне те аллинче Тытаканран,
Пит хĕмленсен те илеймест тивлетлĕх,
Мĕн-ма тесессĕн ун шăпи синкерлĕ.
Ывăлĕсем пит йышлăн ĕрчесен те
Хĕç айĕнче пĕтеççĕ вăрçăра.
Кайран мăнукĕсем ÿссе çитсессĕн
Кашнийĕшĕ пурнаççĕ выçлăхра.
Йăх тымарне пĕрмай упракансен:
Кун-çулĕ, чан та, пулĕ питĕ тертлĕ.
Пурне те вилĕм шав пĕтернĕрен
Пытараймарĕ вĕсене ĕретлĕн.
Вăл темен чухлĕ ылтăн-кĕмĕле
Тăпра купи пек пĕр çĕре пухсан та,
Хитре кĕпе-тумтир йĕркипеле
Çурт-йĕрĕнче хатĕрлесе хурсан та —
Анчах та çав пусма-таварсене
Тÿр кăмăлли çеç тăхăнма пултарĕ.
Е пухнă ылтăн-кĕмĕлĕсене
Таса этем хăйне валли пуçтарĕ.
Пуриншĕн те çак чăнлăх çĕнĕ мар;
Вилеççĕ ăслисем те, ухмахсем те.
Элчелĕ кĕттермесĕрех çитсессĕн
Пуянлăхне май çук илсе кайма.
Тĕреклĕх çук вăл лартнă çурт-хуралтăн,
Кĕве йăви пекех час саланать.
Е хÿшĕ евĕр çеç, унта хуралçă
Вăхăтлăха кăна пурăнкалать.
Канма выртать те ав çĕрме пуян
Ирпе тăрса пăхать: нимскер те çук ун.
Ĕнер темтепĕр пурччĕ-çке, паян
Вăл кÿршинчен те — кĕлмĕçрен те — чухăн.
Мĕн пур енчен шыв илнĕрен ăна
Инкек-синкек хĕсĕрлесе çитерĕ.
Хăрушă тăвăлĕ тапрансанах
Хăйĕнпеле пĕрле çÿлте вĕçтерĕ.
Хĕвел тухăçĕнчен çил чарăнмасăр,
Ытла та вăйлăн, çиллĕн тухнă майăн,
Тем тĕрлĕ айăпне пула кĕçех
Çав çын, тĕк евĕр, тÿпере вĕçет.
Серепинчен тухасшăн тăрăшсан та,
Мĕн пур вăйне пухса тапаçлансан та
Май çук çав çылăхскерĕн хăтăлма,
Ĕлĕкхи пек пĕрмай телей курма.
Вăл кайнине юлташĕсем сăнаççĕ,
Мĕн пулчĕ-ха тесе шалт тĕлĕнсе.
Е уççăнах кулса, пит йĕрĕнсе,
Аллисене сулса ши! шăхăраççĕ.
XXVIII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов малалла калаçни. Хаклă йышши тимĕре тата чулсене шыранă чух этем чылай тÿсни, пĕлÿлĕхпе ăсталăх кăтартни. Чăн-чăн ăслăлăха çын хăйĕн аллине илеймест.
Иов калаçнă лăпкă сасăпа:
Çапла вăл, тенĕ, кĕмĕлĕн тымарĕ.
Çĕр ăшĕнче çеç. Ылтăна пултарăр
Ирĕлтерме кăмакари вутпа.
Çĕр тĕпĕнче пĕрмай упраннă тимĕр,
Ăна тупатăр шырасассăн тимлĕн.
Йес-пăхăра та хытă тăрăшсан
Алла илме пулать шăрантарсан.
Этем вĕсемшĕн тĕттĕме пÿлсе
Çĕр айĕнче чĕртет те йăлтăр çутă
Пĕр хăрамасăр утăм хыççăн утăм
Тăвать умри чăрмавлăха сирсе.
Вăл ылтăн-кĕмĕл тăприне тупасшăн
Çÿрет никам ура пусман çĕрте.
Нумай-нумай çĕн пусă алтнă майăн
Халтан каять, çавах чăтать хĕн-терт.
Пăяв çинче ун çакăнса тăма та,
Çĕр тĕпĕнче пур еннелле чавма та
Вĕренмелле. Çĕр ишĕлессинчен
Хÿтĕленме те пĕлмелле куллен.
Çапах та çын йывăрлăха пăхмасăр
Чул ăшĕнчен сапфира кăларасшăн.
Е ылтăн пĕрчине тупас тесе
Ĕçлет вăл ирĕн-каçăн пит хĕрсе.
Унччен тыр-пул ÿстернĕ хирсене,
Вут-çулăмпа шăтăклантарнă евĕр,
Юрăхсăра çын кăларать тĕллевлĕн,
Вара çĕр çухатать чăн илемне.
Вĕсен тĕлне никам та пĕлеймест,
Унта вĕçсе çитеймĕ ăмăрт кайăк.
Хăйсем валли апат шыранă майăн
Шакал та, арăслан та çÿреймест.
Этем çав пурлăха часрах тупасшăн
Касса витерейми чула ватать.
Чăрмав çине чăрмав сиксе тухсассăн
Сăрт-тусене йăвантарса ярать.
Вĕсен хушшипеле канав алтать,
Сар ылтăн пĕрчине шывра шырать.
Ун куçĕ, чăн та, ĕнтĕ çивĕч питĕ,
Мĕн хаклине курса тăрать вăл витĕр.
Юханшыва чарма этем пĕлет,
Ал вăйĕпе ăна йăлт пĕвелет
Шыв тĕпĕнчи пуянлăха илме те,
Усал вăя та пултарать çĕнмешкĕн.
Анчах та ăслăлăх хăш вырăнта,
Ăçта вăл пурăнать, ăçта пытаннă?
Этем ун чăн хакне пĕлмест йăлтах
Çĕр тĕпĕнче хăй тĕрлĕ мул тупсан та.
Мĕн-ма тесен, хĕвел пекех, ăс-хакăл
Пит илĕртÿллĕ, ахахран та хаклă.
Çĕр тĕпĕ пĕлтерет: вăл çук манра,
Мăн тинĕс те çаплах парать хурав.
Ылтăнпала ăна туянаймастăн,
Çут кĕмĕлне сĕнни те кăлăхах.
Тути-масине лайăх уяймастăн,
Вăл пыл тумламĕнчен те пылакрах.
Офир ылтăнĕпе е оникспа
Пит илĕртÿллĕ, хÿхĕм сапфирпа
Ăслăлăха нихçан танлаштараймăн,
Мĕн-ма тесен кашнийĕнчен вăл лайăх.
Ылтăн кристалл унпа шайлашаймасть,
Нимле эреш те танлăх тупаймасть.
Йăлт ылтăнланă чаплă савăтпа та
Улăштараймăн хытă тăрăшсан та.
Кораллпала ахах пирки ан асăн,
Вĕсем унран тăраççĕ айккинче.
Ăслăлăха тупни, хăвах ăнкарăн,
Малта тăрать рубинăн чулĕнчен.
Ăна эс Эфиопи çĕрĕнчи
Хитре топазпала улăштараймăн.
Пит килĕшÿллĕ пек пуян тĕнчи,
Анчах ăспа вăл танлăн тупăшаймĕ.
Эппин, ăçта пурнать сÿнми ăс-хакăл,
Илемлĕ вырăнĕ хăш вырăнта?
Пурах-и унăн тивĕçлĕ чăн хакĕ,
Пĕлме пулать-и-ха ăна йăлтах?
Вăл çĕр çинче пурнан этем куçне те,
Тем тĕрлĕ вĕçен кайăксен тĕлне те
Яр уççăн нихăçан та курăнмасть,
Ăна куллен никам асăрхаймасть.
Аваддонпа сив вилем ун пирки
Хыпарĕ çитнĕччĕ тесе калаççĕ,
Хăйне вара курма май çук хальхаççăн,
Эппин, ăçта-ши ун хапи-мĕлки?
Калатăп эпĕ: ăслăлăх тĕлне
Пĕр Турă çеç пĕлсе тăрать пит лайăх.
Мĕнпурĕ пăхăнать ун витĕмне,
Ăна пула çынсен пĕтмест малашлăх.
Курса тăрать Вăл çутă тĕнчене,
Сив пĕлет айĕнчи пулăмсене.
Час улшăнса тăрать-и самани халь?
Ун куçĕ тĕлĕнчен иртмест-çке ним те,
Çил-тăвăл хăватне Хăй виçнĕ чух,
Шыв хисепне те шайлаштарнă чух
Вăл палăртнă йĕрке пит килĕшÿллĕ:
Мана хисеплĕр тет паян е ÿлĕм.
Мехел çитсен Вăл çумăр çутарать,
Ÿсен-тăран ешертĕр, ÿстĕр евĕк.
Аслатипе çут çиçĕме калать:
Çул-йĕрĕр такăр пултăр, пит тĕллевлĕ.
Çĕре пултарнă хыççăн Аслă Турă
Ăслăлăха кун панă васкаса.
Чи малтанах ăна сăнанă, курнă,
Пĕтĕмлетÿ те тунă Вăл часах.
Вăл этеме пĕлтернĕ ак çапла:
Аслăлăха алла илес тесессĕн,
Ачу-пăчун пит вĕренес килсессĕн
Турра кăна ĕненмелле ялан.
Хăпма шутларăн тăк усаллăхран,
Ан пăхăнтартăрччĕ тесен ялан —
Пуçри ăс-хакăл пултăр хаклă мул пек,
Вăл хăвăнпа чухне телейлĕ пулăн.
XXIX
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов тусĕсемпе татах сăмахлама пуçлани. Елĕкхи телейлĕ пурнăçĕ пирки çырса кăтартни.
Калас сăмах Иовăн чакманран
Ăна никам та тек чăрмантарман.
Туссем, малтанхи пек, йĕкĕлтешмесĕр
Ун калавне итленĕ пĕр пÿлмесĕр.
Ах, тенĕ вăл, ĕлĕкхи пек пуласчĕ,
Пурнасчĕ лăпкăн çеç çут тĕнчере.
Унччен мана Хăй Турă пит сыхлатчĕ,
Нушаланмастăмччĕ эп сехметре.
Йăл-ял çути Ун куçăм тĕлĕнчеччĕ,
Умри çул-йĕрĕм паллăччĕ куллен.
Сĕм-тĕттĕмре те кăнтăрлахипе
Тăванăмсем манпа пĕрле çÿретчĕç.
Яш вăхăтра халь тепĕр хут пуласчĕ
Пуян чатăрăмра шав ыр курса.
Ун чух Хăй Турă савăнăç парса,
Сума суса, кăмăлласа пурнатчĕ.
Ун чух Çывăхăмрах ман ачасем
Йăл-йăл кулса сиккелесе çÿретчĕç.
Çĕре тытса Тăракана вĕсем
Ăш кăмăлпа куллен-кун хисеплетчĕç.
Эп çÿрес тенĕ анлă çул çинче
Пĕр чарăнмасăр сĕт юхса выртатчĕ.
Юнашарах вак чулăн хушшинчен,
Çĕр тĕпĕнчен сар çу тухса тăратчĕ.
Хула хапхи патне тухаттăм та
Пит йышлă халăха умра кураттăм.
Саламлакансене курсан унта
Урамăн варрине пукан лартаттăм.
Çап-çамрăк ачасем асăрхасан
Ытла та хăвăрттăн, час пытанатчĕç.
Шур сухалсем ура çине тăратчĕç
Вĕсен йышне эп пĕр-пĕччен пырсан.
Князьсен калаçăвĕ те пÿлĕнетчĕ
Эп пухăва хутшăннине курсан.
Хисеплесе мала иртме сĕнетчĕç
Карма çăварсене лăплантарса.
Чи чаплă пуянсем те шăп пулатчĕç,
Сума суса пăхатчĕç ман çине.
Кашнин чĕлхи çăварĕн маччине,
Хăйсем сисмен чух, çыпçăнса ларатчĕ.
Итлекенни танланăçем мана
Йăвашланса, ырăланса каятчĕ.
Çумра тăраканни те яланах
Каçса кайса хĕрÿленсе мухтатчĕ.
Мĕн-ма тесессĕн эп мĕскĕнсене
Кирек хăçан та пулăшса пурнаттăм.
Вĕсем лексен инкек серепине
Кашнийĕшне ăшпиллĕн хăтараттăм.
Ыран-паян вилес çынсем вара
Çăлăннине пула хыт савăнатчĕç.
Сем тăлăх арăмсем те пурнăçра
Мана пехиллесе ыр çул сунатчĕç.
Священниксен тум-тирĕ чăнлăха,
Тÿрĕлĕхе кăна шав асилтернĕн,
Эп хам та, хĕвел евĕр, чыслăха
Чунра яланлăхах упратăп теттĕм.
Суккăр çынсемшĕн эпĕ куç пулаттăм,
Вĕсем мана пула çеç аташман.
Мĕн пур кулянăвне ăнланнăран
Урасăррисен шанчăк çуралатчĕ.
Ялан ыйткалаканшăн тăрăшаттăм
Юратнă ашшĕ пек хута кĕрсе,
Енчен те тавлашу хĕрсе çитсен
Ăна эп çийĕнчех татса параттăм.
Йĕркесĕр, путсĕр çыннăн янахне
Пит вăйлă иртĕхнĕшĕн çĕмĕреттĕм.
Хыпса яма пуçланă çимĕçне
Çăварĕнчен тÿрех туртса илеттĕм.
Эп шухăшлаттăм: хамăн Йăварах
Хуйха-суйха туймасăр ах вилетĕп.
Унччен пурнас кунсем çĕршывăмра
Хăйăр пĕрчи пек йышлă пулĕç теттĕм.
Хама танлаштараттăм пальмăпа,
Тымарăмсемшĕн шыв ялан çитет-ха.
Çĕр каçиччен шăрçа пек сывлăмпа
Туратăмсем ман çăвăнатчĕç теттĕм.
Шанса тăраттăм: чапăм çухалмасть,
Турра хисеплесси нихçан чакмасть.
Çĕмĕрене алра тытатăп çирĕп,
Хама хам хÿтĕлетĕп каçăн-ирĕн.
Çынсем канашăма ялан тăнлатчĕç,
Шыв сыпнă пек, кашнийĕ шăп пулатчĕ.
Эп мĕн каланине итленĕçем
Çивĕчлететчĕç ăс-халне кĕçех.
Сăмахăма вĕсем хирĕçлеместчĕç,
Иккĕленме каймастчĕç. Ĕненетчĕç.
Хăш чух этем çапла шăрăх кунра
Шыв ĕçсен çеç чунне лăплантарать.
Ÿсен-тăран та шăп çавна пула
Пуçне усать хĕвелĕ хĕртнĕçемĕн.
Лĕп çумăра шав кĕтнĕ пек, çынсем те
Майпа çеç курнăçасшăнччĕ ялан.
Эп йăл кулсассăн хăвăрт ĕненместчĕç,
Шанмастчĕç пулĕ кăмăл ыррине.
Анчах та хăйсемех ман пит çине —
Ĕçре, килте-и — сулхăн ÿкерместчĕç.
Мĕн-ма тесессĕн эпĕ вĕсене
Куллен-кунах çул кăтартса пыраттăм.
Пĕрле пайлаттăмччĕ кулянăвне,
Кашнишĕн пуçлăх та хамах пулаттăм.
Патша та çакăн пек: хай çарĕнче
Мĕнле лару-тăру — йăлтах пĕлет-тĕр,
Эп хам та май килсессĕн çийĕнчех
Тем терлĕ ултава час пĕтереттĕм.
XXX
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иов тусĕсемпе иккĕмĕш хут калаçни. Ку чухнехи вăй-халĕ, кăмăлĕ мĕнле пулни, ытла та айван çынсем унран йĕрĕнпи, чир-чĕрĕ çулăхни, хуйхă-суйхă каплансах тăни.
Иов калаçнă витĕмлĕн, хĕрÿллĕн:
Кулма хăяççĕ çамрăксем манран.
Ашшĕсене эп пĕлнĕ пурнăçра,
Вĕсен çулне-йĕрне куллен-кун пÿлнĕ.
Пит ĕненместĕмччĕ кахалсене,
Выльăх кĕтĕвĕн çывăхне ямастăм.
Тÿрех калатăп: эпĕ вĕсене
Йытăсемпе ун чух Пурăнтармастăн.
Насшăн аллинчи мĕн пур хăвачĕ
Кама пит кирлĕ? Хăй лÿппер пулсан.
Ялан мăранлан сан арçынăн ячĕ
Парать-им усă? Калăр-ха куçран.
Кашнийĕн вăхăчĕ ав иртсе кайнă
Тĕллевсĕр, шухăшсăр пурăннăран,
Выçăхнăран ытла та начарланнă,
Ыйткалама çеç ăс çитет ялан.
Йывăрлăхран хăранăран вĕсем
Пуш-хирсене тара-тара каяççĕ.
Этемĕн сăн-питне те çухатаççĕ
Хĕн-хур танатине çаклăннăçем.
Выçăхнăçемĕн йывăç çумĕнчи
Мăянсене таткаласа çÿреççĕ.
Е, çăкăр тулнăн, уртăшсем çинчи
Çырласене çăткăнланса çиеççĕ.
Йĕрлеççĕ вĕсене халь пур çĕрте те
Пурнайманран ыр халăхпа ĕретлĕн.
Хăваласа яраççĕ ялсенчен,
Хуласенчен те хÿтереççĕ çеç.
Шырлансенче, çĕр çурăкĕсенче
Çĕр çĕрлеме вара тивет кашнийĕн,
Тивет-çке пурăнма сăрт хушшинче
Апатсăр, тумсăр, çÿремешкĕн нимсĕр.
Тем тĕрлĕ йывăç тĕмĕ патĕнче,
Катăркассен кати çывăхĕнче
Ним тăвайманнипе вĕсем йĕреççĕ,
Ир-каç такам хÿтĕлессе кĕтеççĕ.
Ĕренкерен веç тухнă этемсем!
Эсир — тĕнче юлашкисем кăна халь.
Çапах çынсен ятне шав çĕртнĕçем,
Хăш чух тÿрре тухма та хăтланатăр.
Мана хурласшăн ĕнтĕ айвансем,
Йĕкĕлтешсе çĕн юрăсем хайлаççĕ.
Чунĕсене сутса çÿренĕçем
Сăлтавсăрах айăплама хăяççĕ.
Сăн-питĕме курсассăнах тараççĕ,
Йĕрĕннĕ пек тытаççĕ хăйсене.
Сăна-ха эсĕ тенĕн сурчăкне
Ейкеленсе куç умĕнчех сураççĕ.
Мĕн тăвăн ентĕ: Турă чĕлпĕре
Салтса ярса мана Хăех пĕтерчĕ.
Çак ăнăçсăр çынсем те ирĕкленчĕç,
Хăтăлнă май йĕвенсенчен тÿрех.
Шăп çавăнпа мана памаççĕ канăç
Сылтăм енчен пырса çулăхнă май.
Вĕсем ав ÿкереççĕ ураран та,
Усалĕ ертĕр теç пуль чунăма.
Никам пулăшман чух чир-чĕр пĕтерчĕ.
Малтан мала каян сукмакăма
Тÿрккес хăвачĕпе пÿлме, пăсма
Пултарчĕ те асапăма ÿстерчĕ.
Çар вирхĕнсе кĕрейнĕн хулана
Ÿт-тирĕме суранăм пит амантрĕ.
Хăватлă Туррăн уххисем мана
Тăрăннă май ытла та халсăрлатрĕç.
Мĕн пур усал-тĕсел килсе хупларĕ
Чап-сумăма çил вĕçтерсе салатнăн.
Телейĕм пĕлĕт татăкĕ пекех
Юхса çухалчĕ куçăм умĕнчех.
Ăш-чик кăмакари вут пек çунать,
Чĕрем çемçелчĕ хăвăрт, ăвăс евĕр.
Хуйха пула кун-çулăм та тĕллевсĕр,
Кам лăплантарĕ ĕнтĕ ман чуна?
Çĕр каçиччен шăм-шакăм пит сурать
Ÿт-пĕвĕме йĕпсем чиксе тултарнăн.
Шăнăрăмсем те хыт ыратнăран
Пĕрре те канăç-лăпкăлăх çук манăн.
Ÿте тем тĕрлĕ хурт кăшланăран
Тум-тирĕм хывăнать аран-аран.
Хитон хĕррийĕсем юн кăлараççĕ,
Хĕç каснă евĕр пит ыраттараççĕ.
Эп хуйхăллă çынсемшĕн: макăрман-им,
Мĕскĕннисен хутне кĕрсе курман-им?
Йĕрекенпе куляннă — вăтанман,
Мехел çитсессĕн пĕлнĕ савăнма.
Лайăххине çеç шаннă вăхăтра
Усалĕ хуçаланчĕ çывăхрах.
Умра йăптăртатинччĕ теттĕм çутă.
Анчах пит шел-çке: теттĕм çеç тел пултăм..
Çавна пула ăш-чикĕм пит вăркать,
Вут хунă евĕр çулăмпах сунать.
Ытла та хурлăхлă кунсем черетлен
Килсех тăнишĕн ыратать чĕреçĕм.
Хĕвелĕ хĕртнĕрен эп хуралман,
Çавах сĕр тĕслĕ ĕнте ÿтĕм ман.
Ыратнăран ача пек йынăшатăп,
Çынсем умра пулсан та макăратăп.
Хăрушлăх килессе шакал пек сиснĕн
Кăш кара татăп эп çине-çинех,
Пĕччен йĕрмĕш ни не илтсессĕнех
Калаççĕ пуль: ку — страусăн сасси-çке.
Хĕрелнĕ ÿтĕм: йăлт хуралса кайрĕ,
Тăван-пĕтенĕм те паллаяс çук.
Шăм-шакам та хĕвелĕ хĕртнĕ чух
Тĕссĕрленсе ав ĕнче, хăтăм чакрĕ.
Тăмра кĕвви хурлăхпала пĕрлешрĕ,
Мана унчченхи евер илĕртмест.
Шăхлич сасси те хăй патне чĕнмест,
Вăл эпĕ йĕнине çеç асилтерĕ.
Хăех Вăл тĕртсе ячĕ те унтан
Пылчăкпала хутăштарса таптарĕ.
Кĕлпе те, тăпрапа та танлаштарчĕ,
Вара эрлентĕм эп хурланнăран.
Сана çеç, Турă, хытă тархаслатăп,
Анчах та тăнламастăн-çке мана.
Сана çеç тилмĕретĕп, пуççапатăп,
Эс пурĕпĕр ним пулман пек сăнан.
Çемçе те ырă кăмăлна хытартăр,
Ут-пĕвĕме шеллевсĕр пăркăчларăн.
Хама туятăп читлĕхри пекех,
Серепинчен тухма май çук текех.
Çÿле çĕклерĕн те, сар çулçăна
Çилпе вĕçтернĕн, чылайччен тулăран.
Кайран пăрахрăн çĕр çине мана,
Çапла куллен-кунах асаплантартăм.
Пĕлетĕп лайăх: Эс часах мана
Вĕлерĕн, кун-çулпа сывпуллаштарăн.
Çынсемпеле пĕрле тÿрех асатăн
Пурте пуçтарăнтăн çĕн вырăна.
Виле шăммисемпе вырнаçнă çурт
Кăсăклантармĕ аллуна тăссан та.
Сар хăмасем хуллен çĕрĕшнĕ чух
Кăшкăракан сас пулас çук нихçан та.
Унта çук чи асли е кĕçĕнни,
Унта лексен кашнийĕшĕ пĕр танлă.
Унта саккунсене пăхăнманни,
Уяканни те тупатех кĕç канăç.
XXXI
Иов тусĕсемпе виççĕмĕш хут калаçни. Иова сăлтавсăрах тĕрĕс
мар айăпланă, мĕншĕн тесен вăл кăмăл-сипет, Турра хисеплес
сисĕмпе елĕкхи пурнăçĕнче таса та тÿре кăмăллă çын пулнă,
ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă.
Чипер хĕре курсассăн ăссăрла
Астармăш шухăша ан йышăн терĕм.
Тата каларăм: çитĕ, ан сăхлан,
Çапла вара çак хушуран иртмерĕм.
Тÿрĕлĕхе кăна эп хисеплерĕм,
Анчах мĕн пачĕ куншăн Вăл мана?
Ăçта çут тĕнчери чăн-чăн тивлетлĕх,
Кам кăтартать-ха уççăн халь çакна?
Таса пурăнăçа сивлекенсен
Яланлăхах пĕтсе лармалла мар-им?
Усал тунишĕнĕх вара вĕсен
Инкек-синкек кăна чăтмалла мар-им?
Çул-йĕрĕме Хăй çеç пăхса тăмасть-шим?
Лекмен-çке эп суялăх ытамне.
Утăмсене те тĕрĕс хакламасть-шим?
Асран яман-çке Ун вĕрентĕвне.
Пĕлетĕп-ха, Вăл таçтанах курать:
Утатăп-и е пĕр-пĕччен канатăп.
Ун çивĕч куçĕ пурпĕр ман тавра,
Пурне те витĕмлĕн ялан сăнатв Хăй.
Çылăхсене пытарас шухăш çук-ха,
Тен, эп тахçан çÿренĕ питĕ шуххăн?
Енчен ман çылăха пула çынсем
Инкек-синкек е мăшкăл çеç тÿссен
Вĕсем кашнийĕ тĕрĕслĕх шыраччăр,
Мана тÿрĕлĕх виçипе хаклаччăр.
Эп айăплă пулманнине вара
Чи Аслă Турă Хăй веçех курать.
Ытах та урасем сăлтавсăрах
Тÿп-тÿрĕ çул-йĕртен пăрăнайсассăн,
Куç ăçта ÿкнĕ — шухăшсем унтах
Тĕлли-паллисĕрех шав явăнсассăн,
Енчен те манăн аллăмсем çумне
Тем тĕрлĕ тасамарлăх çыпçăнсассăн,
Чăрмав çине чăрмав сиксе тухсассăн —
Сирсе яма май çук чух вĕсене —
Вара мĕскер акатăп, çавсене
Тăшманăмсем йăлтах çисе киленччĕр,
Хам хыççăн юлакан несĕлсене
Мăнаçлă Турă Хăй йăлтах пĕтертĕр.
Енчен те куçăмсем çын арăмне
Ясар шухăшсемпе çеç сăнасассăн,
Ытах та эпĕ унăн алăкне
Уçса кĕрес тесе пит сăхлансассăн
Вара хам арăм та ют этеме
Кирек хăçан та пăхăнса пурнайтăр.
Вĕрентĕр вăл та мăшкăла тÿсме,
Чура шăпипеле куллен çырлахтăр.
Мĕн-ма тесессĕн эпĕ чи малтан
Ăссăрланса усал ĕçпе çыхланнă.
Эппин, мана та хыттăн айăплаччăр,
Каçарасси ан пултăр нихăçан.
Хĕрарăм ют çынпа пĕрмай ассан,
Упăшкине куллен улталасан
Судра кĕç иккĕшне те айăплаççĕ,
Турра хисеплеменшĕн каçармаççĕ.
Ясарланни кăвайтпала пĕр тан —
Вут-хĕмпелех вăл тĕп пулать ялан.
Çунса пĕтсессĕн хăвăрт, улăм евĕр,
Кайран унта кăвар тупаймăр эсĕр.
Хăйсан тĕлли-паллисĕр тавлашма,
Чурамсене пусмăрласассăн эпĕ
Ÿсет-им Турă умĕнче хисепĕм,
Мана Вăл пултарать-и каçарма?
Эппин, кашнийĕшне пулăшмалла,
Мĕн кирлине ыйтсассăн памалла.
Ĕçÿ начар пулсан, пăхсан Хăй сиввĕн,
Çитменлĕхе епле пĕтерĕн, сирĕн?
Турăпала пĕрле мана хама
Хĕрарăм çеç çут тĕнчене çуратнă.
Иксĕмĕре те Турă Хăй чун панă,
Эппин, юрать-и-ха çавна манма?
Чухăнрах çын апат çиме ыйтсассăн
Эп пăрăнман-ха пулăшу памасăр.
Сĕм тăлăх арăма пуç çаптарман,
Май тупнă пурнăçне çăмăллатма.
Çут тĕнчере пĕр хăвшăн пурăнсан,
Инкеклĕ кун-çула ăнланмасассăн,
Тăванăр çарамассине курсан,
Тумлантарас тесе тăрăшмасассăн,
Кăмăлăра çемçетмесен ним чухлĕ —
Турра хисеплени пулать-и ку?
Енчен те пĕлĕшĕр чăтсассăн хур
Тивлетлĕ пулмĕ нихăçан кун-çулăр.
Пĕччен кăна çиес татăкăма
Пурăнтăм-им-ха никама памасăр?
Ыйткалакансене асăрхаман пек
Сĕнмесĕр тăтăм-им çăкăрăма?
Тăлăх-тур ате ене мĕн пĕчĕкрен
Юратнă ашшĕ пек пăхса ÿстертĕм.
Упăшкисемсĕр юлнă арăмсен
Синкерлĕхне сирсе юла пĕлеттĕм.
Çире тăхăнмалли пулман чухне
Хам шутпала тум-тир илсе параттăм.
Курсассăн çурчĕсем юхăннине
Тарçăсене хушса юсатараттăм.
Вĕсем сурăхăмсен çăмне пула,
Йĕпе-сапа-и, сивĕ-и тулта,
Ÿтне-пĕвне шав ăшăра тытатчĕç,
Ыр кăмăлшăн мана сума сăватчĕç.
Тÿре-шара, хама пулăшакан
Нумай тесе ялан хăпартлансан
Е тăлăх турата эп хур тусассăн,
Ăна сăлтавсăрах айăпласассăн,
Вара ман пĕвĕм хулпуççисĕр юлтăр,
Асапăмсем те йышлăланччăрах.
Аллăмăмсем те чавса таранах
Типсе-хăрса яланлăхах тĕп пулччăр.
Çынна пусмăрласси ăс-халшăн ют,
Мĕн-ма тесессĕн Турăран хăратăп.
Ман тĕлĕшпе пулсассăн Унăн суд
Йывăрлăха тÿссе эп тăраймастăп.
Шанса çеç пурăнтăм-и м ылтăна,
Нумай-ха вал тесе мухтантăм-и-ха?
Хам мулăмпа телейлĕ яланах,
Нимрен те шикленместĕп терĕм-и-ха?
Пуянлăхăм ман иксĕлмест нихçан,
Ун виçине çуллен йышлăлататăп,
Инкек-синкек курмасăр савăнатăп
Тесе эп хĕпĕртерĕм-им ялан?
Нумай турра ĕненекенсем пек
Пуççапрăм-им илемлĕ хĕвеле эп?
Е сарă уйăхăн çутипеле çеç
Килентĕм-им пĕччен çине-çинех?
Пăхсан тÿпен виçесĕр анлăшне
Унта курма пулать тем тĕрлĕ çăлтăр.
Тĕттĕмленсен çунаççĕ йăлтăр-йăлтăр,
Пуç таймаллаччĕ-им-ха вĕсене?
Çут тĕнчере тупăнакан çут кĕмĕл,
Хĕвел пăхни те уйăх çутатни
Ун пилĕпе пулать-çке ĕмĕр-ĕмĕр,
Çакна ăнланмалла-тăр халь кашнин.
Эппин, Ăна эп йăлт манса кайса
Идолсене куллен-кун пуççапсан
Чунри айăпăма çеç ÿстеретĕп,
Турра сăлтавсăрах кÿрентеретĕп.
Тăшманăм такăнсассăн ăнсăртран,
Шăпи тулсан, кун-çулĕ татăлсан —
Эп çакăншăн ним чухлĕ савăнмарăм,
Кăкăрăма çапса мăнаçланмарăм.
Аван чухлатăп-çке: пурне те Турă
Тĕпчевлĕ куçĕпе пăхса тăрать.
Хăйне курайман çын туссен те хурлăх,
Ăна та пурĕпĕр Вăл каçарать.
Шăп çавăнпа чĕлхе-çăварăма
Шухăшламасăр ирĕке ямарăм.
Тăхтарăн ылханма Тăшманăма,
Хама çылăхсемпе çыхлантармарăм.
Чатăрăмра пурăнакан çынсем
Атте пекех пире пăхать вăл тетчĕç.
Нуша курма тивмен шĕн хисеплетчĕç,
Вара ăнса пыратчĕç ĕçĕсем.
Пач палламан иртен-çÿреншĕн манăн
Çурт уçă пулнă-çке кирек хăçан та.
Апачĕ-çимĕçĕ сĕтел тулли,
Канмашкăн вырăнĕ кашни валли.
Енчен те икĕ питлĕ çын пекех
Усал шухăшпала çеç пурăнсассăн,
Тус-тантăшсем инкек çине синкек
Çут тĕнчере мана пула курсассăн
Вара эп халăх хушшине тухмасăр
Лараттăм пулĕ вăрттăн пытанса.
Тавах Турра, ман ятăм тап-таса,
Ăна пылчăкпала варлаттарман-ха.
Хама ăнланакан çынна тупасчĕ,
Калаçăва шур хут çине çырасчĕ.
Кайран Хăйĕнпеле ак тĕл пулсан
Май килĕччĕ сăмахлама чунтан.
Е Вăл сутра мана айăпласа
Ним уямасăр пиллесессĕн чуххăм,
Эп тăрăттăм ача пек савăнса,
Мĕн-ма тесен айăпăм çук ним чухлĕ.
Хама вăрçса çеç çырнă шур хута
Чи чаплă çĕлĕк вырăнне эп хурăп.
Ăна алла илсессĕн лайăх упрăп
Питех те сумлă, ырă вырăнта.
Эп Ун патне ытла та чĕтресе,
Сехĕрленсе Адам пек утса пымăп.
Хама хам; кивçен Йăхĕнчен тесе
Пуçа лĕкмесĕрех пĕр танлăн тытăп.
Ачаранпах юратнă çĕрĕм-шывăм
Пурăнаймасть пулсассăн ырă-сывă,
Суха кассийĕнче ним татмасан,
Вăл хĕсĕр арăм пек тăрса юлсан.
Вăйпа туртса илсен çын пурлăхне,
Çĕр çимĕçне çисен укçа памасăр,
Куллен-кун тар тăкакансем ĕçне
Хисеплемесĕр эпĕ пурăнсассăн —
Аксассăн тула вĕлтĕрен çеç шăттăр,
Çум курăкĕ витертĕр уй-хирте,
Урпа вырăнĕнче пукра аш картăр,
Манран шав пăрăнтăр ĕçчен этем!
Çапла каланă та Иов шăпланнă,
Тавралăх та шăпах ун пек тамалнă.
XXXII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Елиуйăн калаçăвĕ. Икĕ енлĕ пуçламăшĕ. Пĕрремĕшне, историе кĕнĕскере, прозăпа çырнă. Иккĕмĕшне Елиуй çырнă. Юлашкине виçĕ пая уйăрма пулать: 1) хăй чĕнмесĕр тăнин сăлтавне тусĕсене ăнлантарса пани; 2) Иова тус-юлташĕсем ÿкĕте кĕртейменнипе унпа калаçма хатĕр пулни; 3) хăйĕн калаçăвне Иова тимлĕн итлеме хушни. Юлашки пайĕ Елиуй малалла калаçма май парать.
Феман, Савхей, Наам тăрăхĕнчи
Елифазпа Вилдад, Софар сăмахĕ
Иовшăн пулнă ĕнтĕ ытлашши,
Кашнийĕ тăрăшман тÿрре тухмашкăн.
Мĕн-ма тесен асап куракана
Вĕсем пĕлмен çав пулăшу памашкăн.
Вара тăваттăшĕ те шухăшланăн
Сас кăлармасăр тăнă пĕр кана.
Çак ушкăнрах Рам йăхĕнчи этем
(Вăл пурăннă Вузит çĕршывĕнче),
Варахиилăн ывăлĕ Елиуй,
Чĕнмен-ха, пулнă-тăр каламалли ун.
Елиуй Иова çилленнĕ питĕ
Тÿрре тухнишĕн Турă умĕнче.
Юлташĕсем те кÿрейменшĕн витĕм
Хăйне хăй туйнă тăлăххăн, пĕччен.
Сăлтавĕ паллă ĕнтĕ: виçĕ тусăн
Тупăнайман айăплама сăмах.
Кашнин питлевĕ, чăн та, пулнă уссăр,
Эппин, юрать-и-ха çакна чăтма?
Елиуй çирĕпленнĕ йĕркене,
Ват çынсене хисеплемеллине,
Ăнланнă лайăх, шăп çавна пула-тăр
Тăнланă кашнинех чăрмантармасăр.
Вĕсен калаçăвĕ йăлт вĕçленсессĕн
Итлерĕм тенĕ Елиуй сире.
Мана сăмахăрсем килĕшмесен те
Пÿлмерĕм-ха хĕрÿлленсе тÿрех.
Куратăр хăвăрах; эп питĕ çамрăк,
Шăп çавăнпа та мĕн шутланине
Куçран калас тесен те хăяймарăм,
Эппин, халь тăнлăр ман сăмахсене.
Хам тĕллĕн шухăшларăм: ватăсемшĕн
Халь калаçаççĕ иртнĕ кун-çулсем,
Аса илÿ тĕнчи хитре вĕсемшĕн.
Эппин, шыраччăрах унта илем.
Этем шалтан тухан хăв ăшала
Ăс-хакăлне çирĕплетет куллен-кун.
Вăл Аслă Туррăн Сывлăшĕллĕ те
Вăй-хал илсе тăрать иккен ялан.
Калатăр: вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен те
Пĕлÿлехе çителĕксĕртерех.
Çут тĕнчере пурăнакан этем те
Çÿрет-мĕн чăнлăха пĕлмесĕрех.
Сире хисеплесе питех те уççăн
Пуплесшĕн-ха хăюллăн, куçа-куçăн.
Тÿсĕмлĕхе чунра упранăçем
Çак вăхăта эп кĕтрĕм чылайччен.
Эсир шухăшласа каланине
Йăлтах ăнлантăм пуль тесе шутлатăп.
Пит хисеплетĕп ватă çынсене,
Чăрмав кÿмерĕм шăп çавна пула та.
Епле-ха тытрăр эсĕр хăвăра?
Çакна тĕпчевлĕн пур енчен сăнарăм.
Иовăн сăмахне йышăннăран
Ăна хирĕçлемешкĕн хăяймарăр.
Ăс-хакăлăр ытла та нишлĕ сирĕн,
Хыт ĕненетĕр темшĕн тусăра.
Ăна çĕнме май çук этемĕн ирĕк
Тесе тăратăр ав шанса Турра.
Енчен те вăл пуплес пулсан манпа
Эп калаçмастăм сирĕн пек унпа.
Пĕрмай чееленсе шахвăртнине те,
Иов шав суйнине те йăлт пĕлеттĕм.
Эсир ак сăмахне вăл вĕçлесессĕн
Хурав памасăр тăтăр-çке чĕнмесĕр.
Сехĕрленетĕр ĕнтĕ, çавăнпа
Калаçаймастăр уççăнах унпа.
Эп кĕтрĕм, кĕтрĕм хыт сăмахласса,
Шанманччĕ хăвăрттăн чарăнасса.
Пит шел, эсир шыв сыпнă пек тăратăр,
Çăвар уçма та темшĕн пит хăратăр.
Ват çынсене пÿлме йăла ман çук.
Шăп çавăнпа та халь, шăпланнă чух,
Чунра мĕн пуррине йăлтах калатăп,
Шухăшăмсем пĕлтерĕшне уçатăп.
Сăмахăмсем пĕрмай капланнăран,
Ăш-чикĕм те тăвăрланса тăрать.
Вĕсем чун-чĕрене ыраттараççĕ,
Вут-çулăм евĕрлех хыт çунтараççĕ.
Вĕсем эрех такмакĕнчен, шалтан
Йăлт çурăлса тухас пек туйăнаççĕ.
Çынсем патне çитесшĕн ăнтăлаççĕ,
Тытса чарма хевтем пĕтет кĕç ман.
Эп калаçам эппин, ан чăрмантарăр,
Çапла, тен, çăмăллатăп чунăма,
Çăварăма уçма вăтанас мар тек,
Май пултăр ăнланма кăмăлăма.
Чăн сăмаха куçран йăлт калакан
Хăй тăванне нихçан юраймĕ тенĕн,
Сирĕнпеле эп пулăп: çавнашкал,
Вăхăтăма йăпăлтатса ирттермĕп.
Енчен те хам пĕлсе-туйса тăрсах
Ултавлăх çул-йĕрне кăмăлласассăн
Мана Пултарнă Туррăм васкаса
Вĕлертĕрех, тĕп тутăр пит хаяррăн.
ХХХIII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Умсăмахăн вĕçĕ тата Елиуйăн малтанхи калаçăвĕ. Иова тимлĕн итлеме хушни. Унăн хăш-пĕр тĕрĕс мар шухăшĕсене пур енлĕн тишкерсе сÿтсе явни.
Эппин, Иов итле пĕр васкамасăр
Хăвна çеç пÿрнĕ ман сăмахсене.
Тăнла эс эп мĕскер каланине,
Ним тĕшмĕртмен çын пек ан пăх, тархасшăн.
Иккĕленмесĕрех ăнланăн теп,
Хам чĕлхемпе хамах халь калаçатăп.
Çăварăма курак пекех кармастăп.
Тен, çавăншăн курмастăп та хисеп.
Калаçăва вĕçне çити итле эс,
Мĕн-ма тесессĕн эпĕ мĕн пĕлетĕп,
Çавна кăна калап чунтан-вартан
Пур пулăма та витĕр курнăран.
Пĕр Турă çеç иксĕмĕре пире
Ытти çынсемпеле тума пултарнă.
Пурне те ăнланса илме тÿрех
Çут тĕнчене килсессĕнех чун панă.
Чухлатăп: эс пуплесшĕн-ха Унпа,
Тен, калаçасшăн та мар халь манпа.
Енчен те шухăшна улăштарсассăн
Май пулĕ лăпкăн çеç сăмахламашкăн.
Эппин малтан, эс ху каланă евĕр,
Пулса курам-и Турă вырăнне.
Çакна ан ман: пур пирĕн халь пĕрпеклĕх,
Куçатпăр тăпрана вилсессĕнех.
Пÿплерен чунтанах: «Кĕлеткене
Туса çитертĕн-çке Эс çеç ăшпиллĕн.
Кайран антартăн пурнăç Сывлăшне,
Ăна халь мĕншĕн тĕп тăвасшăн çиллĕн?.. »
Санпа эпир пĕр тан, пит хăраманшăн,
Иккĕленсе тăмашкăн çук сăлтав.
Е йывăр пулмĕ тетĕп аллăм манăн,
Эппин, сехĕрленсе ÿкме тахта.
Сăмахусем асран каймаççĕ темшĕн,
Такам та чухлаять пĕлтерĕшне.
Явап тытма тивет-çке сан вĕсемшĕн,
Асилтерем хăв мĕн каланине:
«Хальччен çынна ура хуман пĕрре те
Хама пĕр-пĕр этем хур тунă чух.
Сан аллунта-çке эп, Хăвах сисетĕн,
Ал памасан Эс — çăлăнăç ман çук…
Усал ĕçпе эп çыхланса курман,
Аллăмсене пит ирĕке яман.
Таса чун-чĕрепе Турра кĕлтурăм,
Çапла пулсан та хурлăх çеç тĕл пултăм…
Çул-йĕрĕме йăлтах пăхса тăрать Вăл,
Унран нимскер те пытараймăн халь.
Сăнатăр: ылтăн евĕр тасалатăр
Куллен ÿсейтĕр чунăмра вăй-хал…
Мĕскершĕн-ха Сăнна пĕрмай тартатăн.
Куç умĕнчен мĕскершĕн тытанатăн?
Сăлтав çук çĕртенех хыт ÿпкелен,
Мана Хăв тăшману шутне кĕртен…
Хаяр çиллипеле Вăя хыт çунтарчĕ,
Пĕр ман çине тарăхăвне йăлт ячĕ.
Айăпăм çук çĕртех тăшман тесе
Тăрать куллен-кун Хăй хĕсĕрлесе…
Урасене йывăрлатса тăллатăн,
Ăçта пусассине те йăлт сăнатăн.
Тăкăрлăка е урама тухсан
Ман хыççăнах Эс йĕрлесе утан… »
Пит йăнăшатăн-çке: Турăпала
Хăвна епле пĕр тан теме хăятăн?
Вăл этемрен те аслăрах ялан,
Унпа нихçан та эс тупăшаймастăн.
Эппин, айван ача пек тавлашмашкăн,
Тÿрре тухма сăлтав халь пур-им санăн?
Хăй мĕн тăвать, çавна Вăл каламасть,
Никамăн умĕнче явап тытмасть.
Аса илмерĕ Турă пĕр хутчен,
Тавçăраймарăн тăк тепре сăмахлĕ.
Шута илес пулать çакна çынсен,
Ĕçне Вăл ирттерсе ямасть ахаллĕн.
Туррăмăр Хăй малтан мĕн шухăшланă —
Çав пурнăçланатех кирек хăçан та.
Санпа ман пек пĕлмест-çке улшăнма,
Курнăçланса тăма, хăш чух суйма.
Ĕçленĕ хыççăн канăçлăх тупса
Енчен те эсĕ кăшт çеç тĕлĕрсессĕн,
Йĕри-тавра мĕнпурĕ лăплансан
Унпа пуплетĕн тĕлĕкре тÿлеккĕн.
Çав вăхăтра Вăл хăлхуна уçать те
Сана пĕлÿлĕх тĕнчине кÿртет.
Хальччен пĕлменнине йалтах калать те
Тăна кĕмешкĕн хытă ÿкĕтлет.
Е ырă мар шухăшласан çавна
Пурнăçлама чарать Вăл яланах.
Çынсемпеле мăн кăмăллă пулма та
Чăрмантарать: Сăпайлăха ан ман тет.
Чунна куç шăрçи пек сыхланă майăн
Тем тĕрлĕ сехметрен илсе тухать.
Хăрушă вăрçă хирĕнче пулсассăн
Пуçна хĕç пăсасран куллен çăлать.
Е Вăл этем патне чир-чĕр ярать те
Ăна тÿшек çине час вырттарать.
Шăмми-шакки хытах сурма пуçлать те,
Çын майĕпен ăса кĕме пуçлать.
Çиес килсессĕн те апат анмасть-çке,
Ăш çуннипе пĕрмай шыв çеç ĕçет.
Тахçан юратнă тутлă çимĕçе
Ĕлĕкхи евĕр чунĕ йышăнмасть ун.
Илемлĕ кĕлетки типсе шăраннă,
Такам ăна шалтан йăлт ĕмсе яна.
Кĕç шăтарас пек шăммисем ÿтне
Унччен ним палăрман вырăнсене.
Вара этемĕн çулĕ кĕскелет,
Юнашарах тăрать-çке сивĕ вилĕм,
Енчен те Туррăн: пулмасассăн пилĕ
Ун чунĕ кĕç тухас патнех çитет.
Пин ангел хушшинче пĕри ăна
Хÿтĕлесе те сăнаса тăрсассăн,
Пĕртен-пĕр тÿрĕ çул вăл кăтартсассăн —
Вара ун кĕтнĕ шанчăк тупăнать.
Мĕн-ма тесессĕн Турă ангела
Пурнăçлама хушса калать çапла:
— Инкек курать вăл, Эп ăна хĕрхентĕм,
Çак этеме хăтарччĕ вилĕмрен эс.
Вара уй ÿчĕ-тирĕ вай илсе
Яш чухнехи пек хăвăрт тĕрекленĕ.
Чылай чире хай çумĕнчен сирсе
Тин пуçлĕ пурăнмашкăн пит телейлĕн.
Турра кĕлтăвĕ те, ун сăмахне
Хăй илтсе тăрĕ савăнса ăшпиллĕн.
Ăна Парнелĕ Вăл тасалăхне,
Этем вара ыр курĕ каçăн-ирĕн.
Хĕнрен те, вилĕмрен хăтăлнăскер,
Калаçĕ вăл: «Эп çылăха кĕреттĕм,
Çут чăнлăха урăхлатса сивлеттĕм,
Çапах та тĕл пулсассăн та хĕн-терт
Ман чунăма Вăл вилĕмрен хăтарчĕ,
Татах та ыр курмашкăн сывлăх пачĕ.
Ун ăшă çутипе хавхаланса
Пурнатăп лăпланса та савăнса».
Çынна ун вăрăм мар çул-йĕрĕнче
Ик-виç хутчен тĕпчет, сăнать-ха Турă.
Чĕрĕлĕх хĕмĕпе çутатнăçем
Ăна калать; татах телейлĕ пурăн.
Эппин, Иов, итле ман сăмаха,
Ăна пÿлсе тăма ан хăй, тархасшăн.
Вăхăтăма ирттермен кăлăхах,
Чунра мĕн пуррине хăвнах калас теп.
Енчен те эсĕ хирĕçлес тесен
Хурав парсам, ан тăр иккĕленсе.
Пĕр пытармасăрах куçран калас тăк,
Сана часрах тÿрре эп кăларасшăн.
Пуплемелли сăмах тупăнмасассăн
Чĕнмесĕр тăр, ан хăй чăрмантармашкăн.
Эп вĕрентетĕп ыр сунса сана,
Эппин, эс тивĕç итлеме мана.
XXXIV
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Елиуйăн иккĕмĕш калаçăвĕн пуçламăшĕ. Иов мĕнле лару-тăрăва лекнине сÿтсе явни. Туррăн тĕрĕс сучĕ. Ун умĕнче сапăр, йăваш пулмалли çинчен калани, Иов айăпланине тивĕçлĕ.
Иовăн пĕтнĕ-ши хирĕçлеме сăмахĕ,
Тупăпайман-ши? Тен, çавна пула
Калаçăвне Елиуй васкамасăр
Тăсма пултарнă меллĕн малалла.
Чĕнÿллĕ сассипе çапла пупленĕ:
Эй, ăслă-тăнлă çывăхри çынсем,
Кашнийĕ хăлхăра ман еннелле халь
Тытсамăр чăнлăха пĕлес килсен.
Çисе пăхсассăн пĕр-пĕр çимĕçе
Ун тутине хаклатăр çийĕнчех.
Шăп çавăн пек начар хыпар илтсессĕн
Пĕлтерĕшне кĕç уйăрăр сисчевлĕн.
Эппин, халь хамăрăн хушăмăрта –
Пĕр-пĕринпе канашласа пăхар-и?
Ырра усалпала танлаштарар та
Вĕсен енне тишкерер-и йăлтах?
Иов каларĕ-ха: «Ултавлăхпа та
Пач хăрамасăр сутлашма пуçлатăп.
Çакна туйса тăратăп-ха хамах,
Тÿрре тухатăп пурпĕр эп часах…
Эп турĕ çын-çке, Туррăн уххисем
Çапах те ÿтĕме халь тăрăнаççĕ.
Наркăмăшĕ ытла хаяр вĕсен,
Мĕн-ма тесен мана халсăрлатаççĕ… »
Çанталăк шăрăхланнă чух шыв ĕçнĕн
Этем тем чухлĕ çылăха çăтать.
Иов та çавнашкал: явапсăр ĕçĕ
Хăй сисмен чух пĕрмай ÿссех тăрать.
Усалпала туслашнă çынсемпе те,
Пит кирлĕ мар пулсан та, пĕрлешет.
Йĕркелĕхе йăлт маннă этемпе те
Ним уямасăр явăçса çÿрет.
Турра юрас пирки тухсан сăмах
Иов пĕлтерчĕ уççăн çапларах:
«Усси пач çук. Вăл айăпсăр çынна та,
Айăплине те пĕтермешкĕн хатĕр».
Эппин, мана халь тăнлăр, ăсчахсем,
Кирек хăçан та Туррăн çулĕсем
Ултавлăха нихçан та йышăнмаççĕ,
Судра çут чăнлăха та хуплаймаççĕ.
Вăл этеме Хăй пĕлнĕ пек хаклать:
Ĕç-хĕлĕ питĕ ырă-и, начар-и.
Чĕрре кĕрес йăла Ун çук ним маршăн,
Пурне те лайăххăн курса тăрать.
Çут тĕнчере нихçан та Вăл суймасть
Е тĕрĕс мар судпа пач çыхланмасть.
Мĕн пуррине куллен-кун Тытаканăн
Ыр тивĕçĕ, чăнах та, питĕ анлă.
Ыйтатăп сирĕнтен никам хушмасăр:
Çĕре йĕркеллĕн кам пăхса усрать?
Пурăнăçа чĕртсе аталанманни
Кам хăйĕн вăй-халне парса тăрать?
Енчен те кăмăлне Вăл хытарсассăн,
Тивлетлĕ шухăшне улăштарсассăн,
Тĕнчен пур сывлăшне, çынсен халне
Калла туртса илсессĕн Хăй патне —
Шыв айĕнче те çĕр çинче ун чух
Вилсе выртать-и тĕрлĕ тĕслĕ чун?
Этем те самантрах тăпра пулатчĕ,
Йĕри-тавра сехмет хуçаланатчĕ.
Эппин, итле эс ăс-тăну пулсан,
Ман шухăшпа, тен, килĕшĕн кайран.
Сăмахăма йышăнайсан ĕретлĕн
Шанса тăратăп, час тăна кĕретĕн.
Енчен те Турă çутă чăнлăха
Пит кураймасăр пурăнсассăн халь,
Епле Вăл тĕнчене тытса тăрайĕ?
Эппин, Унра эс тупаймастăн айăп.
Патша пирки сăмах сиксе тухсан
Ăна тÿрех усал теме юрать-и?
Е кнеçсене йĕркелĕхе манса
Эсир пурнатăр-çке теме пулать-и?
Калас тăк тÿррипе: Чи Аслă Турă
Этемсене танлаштарса пăхмасть.
Пуянсене нихçан мала хумасть,
Ахаль çынпа те килĕшÿ Вăл тупĕ.
Мĕн-ма тесессĕн Турă Хăй — Тÿре,
Суялăха курма пĕлет тÿрех.
Вăл пултаруçăран та Пултаруçă,
Ун кăмăлĕ такамшăн та яр уçă.
Мĕн-ма тесессĕн пурнăç тĕнчере
Ун пилĕпе чăрмавсăр аталаннă.
Пире чун панă хыççăн Вăл каланă:
— Ирттерĕр ырлăхра ĕмĕрĕре.
Çынсен тĕлĕшĕпе пĕтсен Ун пилĕ
Вĕсем сасартăк тĕл пулаççĕ вилĕм.
Çĕр варринчех пур халăх пăтранать,
Влаçра ларакансен шăпи тулать.
Керменсене хуçасене вара
Ун чух пĕр чĕптĕм вăй хумасăрах
Шăпăрпа шăлнăн шелсĕр хăвалаççĕ,
Кашнийĕн пурнăçне йывăрлатаççĕ.
Ун куçĕсем этемĕн кун-çулне
Ытла та вичкĕннĕн пĕрмай сăнаççĕ.
Сукмакĕ еплерех — курса тăраççĕ,
Кайран пĕлсе хаклаççĕ вĕсене.
Йĕркесĕр çын улах çĕрте пулсассăн
Пытанăп Турăран тесен тÿрех
Чи вăрттăн вырăна та Вăл чăрмавсăр
Хуçа пулса алхапăллăн кĕрет.
Тахçан кам хуçаланнă — Уншăн паллă,
Эппин, ан хăй халь суд умне тăма.
Çынсен епле тĕллевĕпе пуласлăх —
Ăна çеç пÿрнĕ чыслăн хаклама.
Вăйлисене куллен-кунах сăнать те —
Кайран, малтан-и — пурпĕр айăплать.
Е патшана влаçпа уйăрттарать те
Ун вырăнне урăххине лартать.
Мĕн-ма тесен киревсĕр çын ĕçне
Пĕлсе тăрать Вăл пуринчен те лайăх.
Çĕр варринче кăтарнăçем вăйне
Май пулĕ путсĕре Ун тĕп тумалăх.
Йĕркелĕхе пач маннă этеме те
Хăй çеç час уйăрса илме пĕлет.
Вара ăна ним чухлĕ хĕрхенмесĕр
Пур халăх умĕнче пĕтерттерет.
Мĕне пула вĕсем типшар кураççĕ
Тесе ыйтсан хуравлăп çапларах:
Кашнийĕ уйрăлнă-çке Турăран,
Ун çул-йĕрне пĕлмеççĕ, пăхăнмаççĕ.
Мĕн-ма тесессĕн мĕскĕнсен хÿхлевĕ
Куллен капланнă — кĕнĕ хăлхине.
Пусмăрлакансене Вăл пит çилленнĕ.
Хăйсем те чăтчăр тет инкек мĕнне.
Çынна Чи Аслă Турă ыр сунсассăн
Ун канăçне пăсмашкăн кам хăять?
Сăн-сăпатне пиртен шав пытарсассăн
Ăна çывăхранах кам кураять?
Вăл халăха е уйрăм этеме
Хăй çутине пĕр пек парса тăрать-çке.
Тертленекенсене хÿтĕлеме
Е майлă çавăрма пултараять-çке.
Икпитленсе пурăнакан çынна
Халсăрлатнă çитет-ха Ун вăй-халĕ.
Леш виçерен тухсассăнах ăна
Калать: пит ан астаратчĕ халăха эс.
Эппин, Турра калас пулать çапла:
Пурнăçăмра, чăнах та, тем те тÿсрĕм.
Çылăхсенчен тасалнă майăн ÿлĕм
Эп сиплĕп хамăн иртнĕ кун-çула.
Ăс-хакăл шайĕ аялта пулсассăн
Вĕрент мана, кутăнлашса тăмастăп.
Йĕркесĕр ĕçпеле эп çыхлансан
Тÿрленĕп те аташмăп нихăçан.
Эс ĕмĕтленнĕ пек çут тĕнчере
Ун саккунне пăсса пурăнмалла -им?
Сан шухăшна йăлт йышăнма пулать-им?
Мĕн пĕлнине, эппин, пĕлтер тÿрех.
Çынсен хутшăнăвне е кун-çулне,
Çĕн саккунна епле хăв палăртасшăн,
Уçса парсассăн шухăшусене
Ват ăсчахсем, тен, пĕлĕç хак памашкăн.
Анчах та эп туйса, сиссе тăратăп,
Манпа вĕсем сăмахлĕç çапларах:
Иов тĕлли-паллисĕр калаçать халь,
Ăна йăлт ăнланма йывăртарах.
Эппин, хăйне, сăмаххине кура,
Сăнамалла пуль тĕплĕн те пур енлĕн.
Ытах та кун-çулне тишкермессссĕн
Пурнăçланман-çке Вăл шанса тăни.
Çылăхĕсем çумне кĕç çылăх хушĕ,
Алă çупса çеç тăрĕ çывăхра.
Малашнехи кун-çулĕ пулĕ пушă,
Эппин, хăтармалла ăна часрах.
XXXV
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Елиуйăн виççĕмĕш калаçăвĕ. Турра юранин усси; çак йĕркене хирĕçлеме пултарнин тĕслĕхĕсем.
Елиуй тăснă сăмахне татах,
Пит васкаман, пупленĕ çапларах:
«Эс Турăран та тÿрĕрех». Чăнах-и?
Улăштармастăн-им хăв шухăшна халь?
Каларăн: «Манăн çылăх пулмасан та
Эп ыррине кураяс çук нихçан та.
Айăплă çын та Турă умĕнче
Кураймĕ уссине ĕмĕрĕнче».
Мĕнре-ши уйрăмлăх, эппин, вĕсен?
Хăть ырă пул е пит усал, çапах та
Тусусемпе пĕрле сана хăвна та
Ăнлантарса паратăп. Итлесем.
Пуçна усса ан тăр, кăштах çĕкле те
Сăна çÿл тÿпери пĕлĕтсене,
Вĕсен калăпăшĕ ÿсессине те,
Хăçан чакассине те эс пĕлеймĕн.
Эппин, хăв çылăха кĕнипеле
Турра сиен кÿретĕп тетĕн-и-ха?
Усал ĕçÿ пĕр вĕçĕм капланни те
Ăна пашăрхантарĕ-им куллен?
Хăвна пĕрмай эп пит таса тени,
Тĕрĕслĕхе савма çеç тăрăшни
Хăй аллипе пурне Тытакана халь
Кÿрет-ши витĕм? Чухлăн-ши çакна эс?
Енчен те усалпа çеç туслашсассăн
Инкек-синкекĕ пĕлĕшнех тивет.
Ытах чуну та пит таса пулсассăн
Çав ырă ен те юлташнах лекет.
Каларăн эсĕ: «Вăйлăраххисем
Мĕскĕнсене куллен-кун пусмăрлаççĕ.
Çавна пула асап куракансем
Хĕн-хур чăтнишĕн питĕ кулянаççĕ».
Анчах никам та Вăл ăçта тесе
Кăсăкланасшăн мар-çке ирĕн-каçăн.
Пире Пултараканăн юррисем
Кашнийĕшне сĕнмеççĕ-çке шав канăç.
Никам та: Турă тĕрлĕ выльăхран та,
Вĕçен кайăксенчен те ытларах
Çынна ăс-хакăлне сĕнет, парать
Тесе каласшăн мар-çке нихăçан та.
Енчен начар çынсем шав макăрсассăн,
Анчах хăйсем Ăна пăхăнмасассăн
Вĕсем мăн кăмăлланнине кура
Вăл ним асăрхамасть, памасть хурав.
Сăлтавĕ паллă: айăпĕ кашнин
Турра итлеменнишĕн хăвăрт ÿснĕ.
Пурнăçланман-çке Вăл шанса тăни,
Шăп çавăнпа-тăр Унăн чакнă тÿсĕм.
Анчах та Турă вĕсене илтмест,
Этемĕн кун-çулне пач тишкермест
Тесе каланипе те çырлахмашкăн
Пит кирлĕ-им? Ку пĕртте ун пек мар-çке.
«Те сулахай енче, те сылтăмра,
Çапах ăçта пытаннă-ши Хăй Турă?
Хăшкăлтăм эп Ăна шыра-шыра,
Ăна хăçан, епле майпа-ши курăп? »
Çапла эс ыйтрăн-çке, Иов, хăвах,
Эппин, хуравлăп эпĕ çапларах:
Сана суд тăвасси Ун аллинче-çке,
Ăна кĕтсе илетĕнех кĕçех ак.
Мĕскер пулса иртет — эс пытараймăн,
Чухлать пурне те Вăл çеç яланах.
Усалăн е ыр çын сăнне йăлтах
Уçса парать. Унтан ниçта тараймăн!
Енчен те Турă эс кĕлтунине
Хурав памасăр пурăнать пулсан та
Унра çеç кăлтăксем шыранине
Сивлетĕп уççăнах кирек хăçан та.
Çын хурлăхне курса-пĕлсе тăрсан та
Çилли Ун капланса килмест часах.
Эппин, вăй-хăватне Вăл палăртманшăн
Ăна кирлех-шим васкатма çаплах?
Иов шухăшламасăр калаçать,
Пуш сăмахне çилпе çеç вĕçтересшĕн,
Халь ир-ха лăпланма. Мехел çитсессĕн
Ун сучĕ пурĕпĕр çитет, пулать.
XXXVI
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Елиуйăн тăваттăмĕш калаçăвĕ. Турă çын çылăха ан кĕтĕр, айăпĕсемшĕн ÿкĕнтĕр тесе инкек ярать, хĕн кăтартать.
Елиуй тăснă сăмахне каллех,
Вăл хушнă Иова: тăхта, итле.
Эп Турă ячĕпе сана каласшăн,
Ман шухăш вĕçленмен, тăнла, тархасшăн,
(Иов хирĕçлеменнине кура
Пуплемелли татах та пулнă унăн.
Тăватă тус чĕнмесĕр тăнăран
Вăл явапне Ун умĕнче те туйнă. )
Сăмахлама инçетренех пуçлатăп,
Хама пултарнă Туррăма мухтатăп.
Мĕскер пĕлетĕп эпĕ Ун çинчен,
Çавна уçса паратăп ак веçех.
Суеçтерсе йăла пулман-ха манăн,
Ултавлăха Сивлетĕп яланах.
Шăп çавăнпа хăвах аван туятăн:
Пĕлетĕп эп санран та ытларах.
Çакна та ăнлансамччĕ питĕ лайăх:
Пĕртен-пĕр Турăра тем чул мăнаçлăх.
Çапах та Вăл Хăйне мăнна хумасть,
Тĕреклĕ этемрен кулма хăймасть.
Çут тĕнчере кам йĕркерен тухать,
Кĕрес темест Вăл ун хутне нихçан та.
Анчах та кам куллен нуша курать,
Ăна Вăл хÿтĕлет, парать çут шанăç.
Тÿр чунлă çынсене шав хисеплет те
Лартать патшапа тан кашнийĕшне.
Вара вĕсем çĕкленĕçем сумне
Аслăланса пурнаççĕ пит тĕллевлĕн.
Енчен те айăпа кĕрсен çынсем,
Хăш-пĕрисем касаматра пулсассăн,
Теприсене сăнчăрласа хурсассăн,
Кашнийĕшĕ асап кăна тÿссен —
Ун чух кирлех те мар пуль шырамашкăн
Чăн айăп сăлтавне, Мĕн-ма тесен
Йĕркесĕр ĕçшĕн явапли — хăйсем,
Вĕсем йышланнă, чăн та, акăш-макăш.
Шăп çавăнпа усал шухăшламашкăн
Пăрахчăр тет вăл этемсем куллен.
Хăлхисене уçсах ав ăс парасшăн,
Тăна кĕме те Хăй çеç ÿкĕтлет.
Вара Ăна кăна шав пăхăнсан,
Каланине пĕрмай ăша хывсан
Пурăнăçне çынсем аван ирттерĕç,
Çылăхсене каçаратăн тертленмĕç.
Анчах Вăл хушнине итлемесен,
Ăс панине хирĕçлесен сăлтавсăр
Айăпĕсем куллен-кун ÿснĕрен
Вĕсен пĕтме тивет сăвап курмасăр.
Икпитлĕ этемсем чĕрисенче,
Сăна-ха тимлĕн, çиллине упраççĕ.
Хăйсем пулсан та Туррăн аллинче,
Çапах Ăна нихçан тархасламаççĕ.
Шăп çавăнпа çак сăлтава пула
Вĕсем вилсе выртаççĕ çамрăклах.
Яш ĕмĕрĕ, аскăн çынсенни евĕр,
Иртет суя килен ĕçре тĕллевсĕр.
Ытла та мĕскĕн этеме куллен
Чи Аслă Турă хăтарать хĕнрен.
Кунпа çеç çырлахмасть, ун хăлхине те
Яри уçать — каланине итлетĕр.
Вара çын хăпартланнă кăмăлпа
Пуплет: шăм-шакăм ĕнтĕ çăмăлланчĕ.
Эй, Турă! Эс çеç пусмăртан çăлатăн,
Никам та танлашаяс çук Санпа.
Иов, сана та Вăл тăвăрлăхран
Хăтарĕччĕ эс ÿкĕнес пулсан.
Ун чух ĕлĕкхиллех тивлет кураттăн,
Чи тутлă çимĕçпе шав сăйланаттăн.
Анчах та эс усал çынсем пекех
Шухăшлама хăян çине-çинех,
Капла вара тусна айăплама та,
Сăлтавсăрах вăрçма та инçех мар-тăр.
Асту, Иов, асăрханма ыйтатăп.
Вăл сан çине Хăй çиллине ан ятăр.
Ытах та хурлăх йăтăнса тухсан
Шанмашкăн хĕн укçа пулăшасса.
Енчен пуянлăху тем чул пулсассăн
Ăна Хăй Турă параять-им хак?
Пит шел, чунтан кĕтни те кăлăхах,
Тăрать Вăл мулупа кăсăкланмасăр.
Эппин, пуш ĕмĕте шанса ан пурăн,
Пур халăх хăй вырăнĕнче тÿрех
Вилсе выртассине те çийĕнчех
Ан кĕт. Пĕччен юлсассăн та ыр курман.
Усаллăха асап курассинчен
Мала хуни те ыр кÿмест иккен.
Эппин, хаярлăх еннелле ан сулăн,
Мĕн пуррипе çырлах та лăпкăн пурăн.
Пĕртен-пĕр Туррăн ĕçĕ-хĕлĕ аслă,
Вĕрентĕвĕ кирек хăçан мăнаçлă.
Çынна Ун евĕр кам-ха ăс парать,
Хăй мĕн тăвассине пултараять?
Ăна Хай çулĕпе кăна утма
Вĕрентнĕ кам? Е Эсĕ тÿре мар
Тесе ÿпкелешме çын пултарать-и,
Унпа тÿрккессĕн тавлашма хăять-и?
Шăп çавăнпа куçу мĕн курнине
Хăпартланса ырла эс кулленех.
Мĕн-ма тесен чакмасть-çке Ун хăвачĕ,
Эппин, сăваплă пултăр Туррăн ячĕ.
Мĕн-ма тесессĕн халăх Ун ĕçне
Аякранах сăнать те ирĕн-каçăн,
Вара улăштармасть чăн шухăшне,
Ăс çитерет пурне те уйăрмашкăн.
Çут тĕнчере Пĕр Турă çеç пит аслă,
Эпир Ăна пĕлсе çитерес çук.
Кашнийĕн пурнăçĕ пит кĕске пух
Ун ĕмĕрне виçсе кăлараймастăн,
Вăл Хăй патне пыма май çук çĕрте,
Çап-çутă вырăнта пурнать. Этем
Ун тарăн пĕлĕвне нихçан хаклаймĕ
Çителĕксĕр пулнишĕнех ăс шайĕ.
Вăл анлă тÿпере тумлам-тумламăн
Шыв пуçтарать те çумăр çутарать.
Тем тĕрлĕ йывăç-курăка хаваслăн
Вăй пухтăр тет, ÿсме сĕткен парать.
Çынсем пахчасенче лартаççĕ çимĕç,
Вĕсен ĕçне те Вăл сума сăвать.
Хура çĕр нÿр илнишĕн ытлăн-çитлĕн,
Чăнах та, Турă тивĕçлĕ тава.
Ыйтасшăн эп халь: çумăр пĕлĕтне,
Епле вăл сарăлса шав куçнине,
Хăш вăхăтра çума пултарасса та,
Ун чатăрĕ кĕç шатăртатасса та
Ăнлантарса парайĕ-ши кам лайах?
Ак Вăл пĕр вырăнта вут-хĕм сапать,
Мăн тинĕсĕн тĕпне йăлт çутатать,
Кайран ишĕлес пек кĕрлет тавралăх.
Çÿл тÿпери Тÿре те пĕр Хăй çеç,
Тем тĕрлĕ халăха суд тунасем
Çынсем валли ман çиттĕрччĕ тет çăкăр,
Вĕсен ан пултăрччĕ тет пурнăç тăкăс.
Хăватлă хĕç-пăшал — хăрушă çиçĕм,
Вăл хушсанах кĕттермĕ — хăвăрт çиçĕ.
Кама аçа çапса тĕп тумалла,
Çавна татса парать Хăй çеç ялан.
Усал çынсем çине хаяррăн, çиллĕн
Йăлкăшакан кăвар çутарĕ вирлĕн.
Е вутпа кÿкĕрт тăкĕ çийĕнчех,
Çил лăскасси — вĕсем курассиех.
Таçта аçа çапни час илтĕнет,
Ăна ав выльăх-чĕрлĕх те сисет.
Хăй тăшманне çапла Вăл шав пĕтерĕ,
Тем тĕрлĕ йăх-яха куллен çĕнтерĕ.
XXXVII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Елиуй калаçăвне вĕçлени. Аслати тата çутçанталăкăн ытти пулăмĕсем пирки çырса кăтартни. Пĕтĕмлетни.
Елиуй сăмахне вĕçлес чухне
Çÿл тÿпере мăн пĕлĕтсем капланнă.
Вĕсем пĕр чарăнмасăр шунине
Кашнийĕшĕ асăрхама пултарнă.
Вăйланнă аслати сасси кĕçех,
Елиуй та хыт пăлханма пуçланă.
Каланă вăл: сехрем хăпать халь манăн,
Чĕрем тапать сиксе тухас пекех.
Эй! Пурте тăнлăр Унăн сассине!
Епле янрать вал тикĕссĕн, илемлĕн.
Çăварĕнчен тухса тăран шавне
Мĕн пур çынсем халь тивĕç итлемешкĕн.
Сасси Ун пĕлĕт айĕнче кĕрлет.
Хăех Хуçа пулса Вăл тăнăçемĕн
Çине-çинех ав çиçĕм çиçтерет,
Ăна кураççĕ халĕ пур енчен те.
Вăл вутлă уххине персе ярать те
Тем тĕрлĕ тăшмана хыт тустарать.
Кĕтмен çĕртен тăрук пырса çапать те
Тавралăха яр уççăн çутатать.
Вут-çиçĕм хыççăн аслати кĕрлет,
Ăна Хăй Турă кĕмсĕртеттерет.
Илемлĕ кĕвĕ янăранă евĕр
Сасси Ун илтĕнсе тарать тĕллевлĕн.
Вăл тăвакан ĕçсем ытла та аслă,
Эпир Ăна йăлтах ăнланаймастпăр.
Шыва пăлхантарать, мĕнпур çĕре,
Ун никĕсне тĕпрен кисрентерет.
Йĕпхÿллĕ çумăрсем çутарасси,
Чĕреслетсе çĕре шыв тăкасси
Ун аллинче ялан. Мĕскер хушать Вăл,
Ытла та хăвăрттăн пурнăçланать çав.
Хĕлле юра калать: ÿк çĕр çине,
Çăм тăкнă пек шурат ун сăн-питне.
Кĕл сапнă евĕр пас такăннине те
Хăех йĕркелесе тăрать ĕретлĕн.
Мĕн пур ĕçе черетлесе хурать:
Мехел çитсессĕн тырă актарать,
Ăна кĕр кунĕнче пухса кÿрсессĕн
Ĕçченсене калать: халь канăр эсĕр.
Çав вăхăтра тискер чĕр чун васкавлăн
Хăй йăвине кĕрет те пытанать.
Вырăнĕнчен тухмасăр вăл шăв-шавсăр
Унтах хĕл иртессе кĕтсе выртать.
Кăнтăр енчен килсех тăрать çил-тăвăл,
Сив çил хуçаланать, кун кĕскелет.
Çырмасенче шыва та ĕнтĕ тăвăр,
Хушать те Турă — пăр ăна хĕсет.
Вăл çумăр пĕлĕчĕсене пухать ав,
Вĕсем хире нÿрлентермешкĕн хатĕр.
Е вутлă çиçĕм вăйлăн ялкăшать,
Унтан тÿрех çĕр айнелле чăмать.
Çаксем Пĕр Турă хушнипе кăна
Пулса иртеççĕ хăвăрт яланах.
Вĕсем Ăна кăна шав пăхăнаççĕ,
Вăл çеç кăтартнă çулпала куçаççĕ.
Хăй Турă çумăр пĕлĕчĕсене
Калать пĕрмай мĕскер тумаллине:
Этемсене асап çеç памалла-и,
Е ырлăхне илме пулăшмалла-и.
Вĕсен ĕçĕсемпе çырлахмалла-и,
Асап кураççĕ тĕк — час çăлмалла-и…
Чипер итле мана, Иов, тăнла,
Турра ыр кăмăлшăн мухтамаллах.
Чухлатăн-и, пĕлĕтсене епле Вăл
Хăй аллипе тыткалама пĕлет?
Хĕм çутине таçта та çитерет,
Ăна вĕсем кирек хаçан итлеççĕ.
Ăнланаятăн-ши тата: мăн пĕлĕтсем
Çÿлте епле халь тытăнса тăраççĕ?
Çĕре персе анмаççĕ, шав куçаççĕ,
Тĕлĕнтереççĕ-тĕр сана вĕсем.
Е тепĕр тĕслĕхе аса илер:
Вăл кăнтăртан вĕрекен çилпеле
Епле майпа çĕре кушăхтарать-ха,
Çири тумна та хăвăрт ăшăтать-ха?
Куçкĕски евĕр шур пĕлĕтсене
Хăв вăйупа пĕччен, тен, эс шăратрăн,
Е Турăпа пĕрле çакса тултартăн,
Е ăсталарăн хăв çĕр никсене?
Ăс-хакал шайĕ пирĕн пĕчĕкрех.
Пурнатпăр эпĕр сĕм-тĕттĕмлĕхре.
Эппин, Унпа епле калаçмалла-ха?
Пĕлен пулсассăн эс вĕрент, ăс пар-ха.
Иккĕленместĕп эп, ман сăмаха
Ăна кам каласа пама пултарĕ?
Евитлени иртсе каймасть ахаль
Тесе çакна халь кам чунтан шантарĕ?
Çумăр пĕлĕчĕсем капланнăран
Хĕвел çути пач курăнмасть, çапах та
Çил-тăвăл вĕсене хăваласан
Тÿпе тасалĕ. Ку çынсемшĕн паллă.
Ун чух хĕвел çине пăхма май çук,
Мĕн-ма тесен суккăрланма пултарăн.
Вăл çеç сана кăтартĕ тĕрĕс çул,
Пĕр Ун кăна ăс-хакăл шайĕ тарăн.
Тÿпе шăналăка ав уçăлать,
Çурçĕр енчен çанталăк уяртать.
Турă таврашĕнче хăрушă пурте,
Тĕлĕнмелле илемлĕ, чаплă пурте.
Эй, мĕн пурне тытса Тăракан! Эпĕр
Сана кирек ăçта та хисеплетĕр.
Пĕлетпĕр Эсĕ тÿрĕ пулнине,
Çынна сăлтавсăрах хĕсменнине.
Чухлатпăр: Эсе ăслăран та Ăслă,
Çут тĕнчере вăйлисенчен те Вăйлă.
Аслăлăху хăватлă пулнăран
Санпа этем тупăшаймастъ нихçан.
Шăп çавăнпа та пурнăç тăршшĕнче
Çынсем Турра куллен-кун хисеплеччĕр.
Вăл çеç пилленĕ анлă çул çинче
Ват ăсчахсем те Пĕр Унран шикленччĕр.
XXXVIII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Туррăн малтанхи калаçăвĕ. Пуçламăшĕ. Çут тĕнчене Хăй пултарни. Унăн Аслăлăхĕ.
Елиуй калаçма чарăнсанах
Çил-тăвăл кăларса çывхарнă Турă.
Вăл пĕлĕт ăшĕнчен пурне те курнă,
Сăмах пуçарнă Иовпа часах:
Пĕлесшĕн Эпĕ, кам-ха ăссăрла,
Шухăшламасăрах Манпа пуплесшĕн?
Пурне те Кураканпа хирĕçесшĕн,
Мĕне пула вăл кăмăлсăр ялан?
Иов иккен… Эй, арçын пек пулсам,
Хăв пилĕкне чĕн пиçиххи çыхсам.
Кăшт тăрсанах Эп ыйтусем паратăп,
Кайран сан хуравна йăлтах тăнлатăп.
Кала-ха уççăн: Эп çĕр никĕсне,
Вĕçĕ-хĕррисĕр пĕлĕт уçлăхне
Пĕччен пултарнă чух хăв эсĕ
Ăçта çÿреттĕн-ха? Çакна пĕлесчĕ.
Пин-пин юханшывпа тинĕссене,
Кÿлĕсене, çут океансене
Кам вырнаçтарнă питĕ килĕшÿллĕн,
Кам вăйĕ-халĕ ĕмĕртен пит çÿллĕ?
Тÿремлĕ, ырлăх кÿрекен çĕре,
Пуш хирсемпе пĕрле çеçен хире,
Мăнаçлă тусене кам ăсталанă,
Çил хăватне кам ывăçа пуçтарнă?
Çĕртен те çÿллĕрех пуш вырăнта
Пĕлĕтсене илемлĕн кам-ха карнă?
Унччен нимскер пулман тĕлте тата
Çĕр чăмăрне те кам çакма пултарнă?
Çав вăхăтра çап-çутă çăлтăрсем
Хĕпĕртесе йăл-ял çиçсе ташланă.
Ман çывăхри илемлĕ ангелсем
Хавасланса çĕн юрăсем юрланă!
Тÿпен виçесĕр анлăшне сарса
Ун чиккине пĕччен палăртнă чух та,
Шăв-шавлă тинĕссем валли те туххăм
Йĕри-тавра Эп çырансем тусан,
Шыв-шур амăшĕн варĕнчи пекех,
Юхса тухас тесессĕн ирĕке
Ăна пиелесессĕн тĕтрепе Эп,
Кайран чĕркенĕ чух шур пĕлĕтпе Хам,
Унтан Ман саккуна кашнийĕ эсĕр
Халь пăхăнăр тесе Эп хушнă чух,
Шыв чарăнмасăр шавлăн юхнă чух,
Ăна хапхасемпе пĕлсе пÿлсессĕн,
Чарусăр хумсене лăплантарсан
Ниçта та тек каймастăр çакăнтан
Тесе каланă чух ăçтаччĕ эсĕ,
Кампа çÿреттĕн-ха? Ман пит пĕлесчĕ.
Хăв ĕмĕрÿн тăрăшшĕнче тата
Итлеттерейрĕн-и ирхи çутта эс?
Шурăмпуçне каларăн-и: кунтан
Эп хушмасан курмастăн халь ниçта та.
Çĕр чăмăрне йăлт çавăрса илсе
Кунта пурăнакансене хăюллăн
Тем тĕрлĕ çылăха кĕрсен вĕсем
Айăплама хăяйрăн-и-ха уççăн?
Хур кăтартакансем кирек хăçан
Хĕвелĕн çутинчен пит шикленеççĕ.
Унтан сехĕрленсе тăр-тăр чĕтреççĕ
Хăйсен усал ĕçне асăрхасран.
Çĕр çумĕнчен тĕттĕмлĕх сирĕлсен
Епле çиçет умра хитрен çанталăк!
Сан çавăн евĕр тĕнчене пĕччен
Вăйу çитет-и-ха улăштармалăх?
Чăнах та, тÿрĕ мар çынсен хавалĕ
Кун çути евĕр çухалать часах.
Пĕрре сÿнсе ларсассăн чун кăвайчĕ
Чĕрĕлеймест пурăнăçра татах.
Хĕвел шевли кĕмест тек чатăрне,
Тĕттĕмлĕхе пула вăл йăлт пăчланнă…
Хăр терĕн-им чарусăр аллине,
Ыр çынсене эс патăн-и çут шанăç?
Татах ыйтам-ха: тинĕсĕн тĕпне
Анса улăхрăн-и-ха шикленмесĕр?
Пĕччен çĕр чăмăрĕн лаптăкăшне
Виçсе тухайрăн-и пач ÿркенмесĕр?
Хистевлĕн сан сассу янăрасассăн
Уçăлаять-и вилĕмĕн хапхи?
Е тамăкра пĕтет-и çын хуйхи
Хута кĕрсе эс лăпкăн калаçсассăн?
Çĕре талккăшĕпех Ман пек пĕччен
Утса тухайрăн-и ним хăвармасăр?
Эппин, хăв мĕн курни-илтни çинчен
Пĕр пытармасăр каласам, тархасшăн.
Ăçтан тухса тăрать-ха йăлтăр çутă,
Хăш çыранта ларать-ха унăн çурчĕ?
Хура та сивĕ каç хĕвел тухсан
Тарать те мĕншĕн таврăнать кайран?
Çутăпа тĕттĕм тĕс улшăннине,
Черетленсе çеç хуçаланнине
Туйса тăратăн хăв та каçăн-ирĕн,
Çак терлĕ пулăм ĕмĕртен пит çирĕп.
Çуралнă эс ун чух — çакна чухлатăн.
Эппин, куну-çулу сан кĕске мар.
Эс тивĕç малашне те пурăнмашкăн,
Пит ан васка çут тĕнчерен кайма.
Эс Манăн питĕ сивĕ çуртсенче,
Юрпа пăр упракан вырăнсенче
Пулса курайрăн-и? Тата мĕскершĕн
Сыхлатăп çавсене пĕччен çынсемшĕн?
Хуравĕ çапларах: Эп вĕсене
Хура кунсем валли çеç янтăларăм.
Пулсассăн вăрçă çĕр çинче, пăр, юр
Кăтартатех усалсене хĕн-хур.
Хăш çулпала шав сарăлать Ман çутă?
Лĕп çил тата хĕвел тухăçĕнчен
Хăш йĕрпеле вĕрсе тăрать куллен?
Епле майпа килсех тăрать-ха çумăр?
Вăл чунсăр-чĕмсĕр выртакан çĕре,
Хальччен никам çитмен çеçен хире
Нÿрне çителĕклĕ парса тăма та
Вăйне ăçтан илме пултараять-ха?
Çĕр хĕрринчен кам пĕлĕт хăпартать,
Аслатие пĕрмай авăттарать?
Курăк тымарĕсем шăтса тухсассăн
Кам вĕсене пăхса тăрать ир-каçăн?
Пуш хирсенче, нимскер пулман çĕрте,
Кам тарăн çĕнĕ кÿлĕсем тăвать-ха?
Çăлкуçсене: ан икселĕр халь тет,
Çумăр шывне кам çул уçса парать шав?
Кам анлă тÿпере тумлам-тумламăн
Шыв пуçтарать те çĕр çине тăкать?
Сывлăм пĕрчийĕн пур-и ашшĕ-амăш,
Ăна çут тĕнчене кам çуратать?
Епле майпа шыв хăвăрт пăрланать,
Пĕр самантрах чул пек хытса ларать?
Шăнтсассăн çĕр çине пас ÿкнине те
Кам питĕ килĕшÿллĕн йĕркелет-ха?
Хима Çăлтăрĕн вăрттăн тĕввине
Курма пултараятăн-и-ха эсĕ?
Тата Кесиль Çăлтăрĕн тÿлемне
Салтма ăсу çите ет-и? Пĕлесчĕ.
Черетлесе пĕччен кашнийĕшне
Тен, кăларатăн анлă тÿпене?
Ас Çăлтăрпа ачи-пăчисене те
Çÿреттеретĕн-им эс халь ĕретлĕн?
Пĕлетĕн-и эс пĕлĕт йĕркине,
Чухлатăн-и ун çирĕп саккунне?
Ăна куллен çĕре пăхăнтармашкăн
Çитет-и витĕмÿ, ăсу хальхаççăн?
Пĕр-пĕринпе вĕсем ав яланах
Пурнаççĕ килĕшÿллĕн, питĕ туслăн.
Йĕркелесе тăрать халь кам çакна,
Кама пула кашнийĕ тăнăç тупнă?
Эс çумăр пĕлĕтне çу! тенипех
Тÿрех çавăраятан-им хăв майлă?
Сан сассуна пĕрре çеç илтнипе
Пуçлать-им хăвăрттăн вăл шыв тăкмашкăн?
Е çиçĕме килсемĕр ман пата,
Çиçсемĕр эп кăтартнă вырăнта
Тесе хушма пултараятăн-им эс?
Вĕсем ак çитрĕмĕр тееççĕ-им-ха?
Чун-чĕрене кам ăслăлăх пилленĕ.
Кама пула куллен вăл çирĕпленнĕ?
Этем епле майпа тăна кĕрет,
Вĕçĕмсĕр вĕренет, пĕлÿ илет?
Тусан пылчăкпала çăрăлнă чух,
Çĕр катрамне шыв çыпăçтарнă чух
Хăп-хăмăр пĕлĕте кам сиреет-ха,
Ăна пĕр вĕçĕмсĕр кам хÿтĕрет-ха?
Е çумăр пĕлĕчĕн чăн виçине,
Унта вырнаçнă шыв калăпăшне
Хăй ăсĕпе кам чухласа илет те
Ăна пĕр йăнăшмасăр хисеплет-ха?
Арăслан амисем çурисемпе
Шăтăкĕнче выртсассăн кунĕпе,
Пĕр-пĕр чуна тытма хăваласассăн
Е сулхăн вырăнта çиме ыйтсассăн
Эс вĕсене паратăн-и апат,
Сана пула илеççĕ-им хăват?
Чĕр чун тĕнчийенче те пур йĕркелĕх,
Ăсу çакна та çиттĕр ĕненмелĕх.
Çăхан та чĕпписем пит выçăхсан
Çиме ыйтать ав Турăран ялан.
Ăна та кам янтăласа парать-ха,
Кама пула апачĕ унăн хатĕр?
XXXIX
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Чĕрчунсен тĕнчи пирки çырни. Иов пусăрăнни, Турра пăхăнни.
Сăнанă-и эс хир качакине —
Ялан хăюллăн чупнине ту тăрăх?
Мĕн вăхăтра вăл пăранланине
Пĕлетĕн-и пăхса тăрсан та тăтăш?
Пăлансене те асăрханă ĕнтĕ,
Пĕрмай çÿреççĕ санăн умăнтах.
Вĕсем халь çăмăлланнă-и е пĕтĕ,
Явап памашкăн ан васка, тăхта.
Мехел çитсессĕн пăранланă чух
Çак чĕр чунсем авкаланма пуçлаççĕ.
Ку саманта этем кураяс çук,
Мĕн-ма тесен вĕсем пĕччен пулаççĕ.
Çут тĕнчене килсен пăрушĕсем
Хирте ÿсеççĕ те аталанаççĕ.
Кайран, ÿт-пĕвĕсем тĕрекленсен,
Амăшĕсен хÿтлĕхĕнчен хăпаççĕ.
Хир ашакне те читлĕхре тытаймăн,
Вăл ирĕк пурнăçа савса пурнать.
Тем йывăрăш çĕклем те йăттараймăн,
Хăть кăкарса хур — пурĕпĕр тарать.
Ун килĕ-çурчĕ — анлă çеçен хир,
Тăварлă шур та хÿтĕлет каç-ир.
Пурнать çын аллине пач пăхăнмасăр,
Шăв-шавлă вырăна кăмăлламасăр,
Вăл çаврăнса пăхмасть хула енне,
Итлес темест çынсем калаçнине.
Ан тив, вĕсем унта пĕрмай сĕрлеччĕр,
Кăткăсем евĕр йышлăн кĕшĕлтетчĕр.
Сăртсем-тусем çинче вăл ав çÿрет,
Ем-ешĕл курăка татса çиет.
Кашни тĕм патĕнче пур унăн çимĕç,
Ăна халь кирлĕ мар-тăр урăх ним те.
Единорог вара тискертерех,
Ăна пăхăнтарма вăйу çитет-и?
Алла иленĕ-и-ха вăл тÿрех,
Сан сырăшу умĕнче çĕр çĕрлет-и?
Вĕренпе вăкăра кăкарнă пек,
Ăна уттараятăн-и хирпе?
Вăл ануна суха туса парать-и,
Хăех сÿрелеме пултараять-и?
Единорог, чăнах та, вăйлă, паттăр,
Эппин, эс ун çине шанса хăв çеç
Куллен-кун пурнăçламалла ĕçе
Ăна хушайан-и? Вăл пăхăнать-и?
Хирти тырра пĕр пĕрчĕ те тăкмасăр
Турттарĕ-и пĕччен анкартипе?
Сак чĕр чуна алла пăхăнтармашкăн
Тÿсемлĕхÿ çитет-и кулленех?
Сăна-ха турткăш кайăкне, илемĕ
Пĕр хăй çине кăна шав пăхтарать.
Ăна курсан кирек епле этемĕн
Савăннипе куç-пуçĕ ал чарать.
Çынсем мухтаççĕ çÿллĕ страуса
Тĕк-мамăкĕшĕн, çăмартишĕн,
Ăна лаша та хыт хйваласан
Хăйне ÿпкелĕ хыçала юлнишĕн.
Çав икĕ кайăка кун-çул кам панă,
Кам пилĕпе пурнаççĕ тĕнчере?
Хуравлама пĕлетĕн-ши? Çапах та
Аса илер-ха страуса тепре.
Вăл çăмартисене ытла айваннăн
Хăваранă темшĕн уçă вырăнтах,
Вĕсем выртаççĕ çĕр çинче вăрах,
Хÿтĕлĕхне кашнийĕшĕ çухатнă.
Ăнкараймасть çав страус нихăçан
Хир кайăкĕ сисмесĕр, ăнсăртран
Çăмартине кĕç-вĕç таптассине те,
Пĕр хĕрхенмесĕр лапчăтассине те.
Çапах та хĕрнĕ хăйăра пула
Ун чĕпписем хĕвеллĕ кун кураççĕ.
Йăхне тăсаççĕ кашниех çапла,
Амăшĕн ăшшине пачах туймаççĕ.
Асапĕ харама каяссине
Туясшăн мар-тăр страус нихăçан та.
Мĕн-ма тесессĕн Турă ăс-тăнне
Ăна шеллевлĕн уйăрса паман çав.
Вăл çÿллĕ вырăнта ларать хăюллăн,
Сăнаса пăхнăçемĕн юланутлă
Çынна хăйне е унăн лашине
Мăшкăллама пĕлет çине-çинех.
Ыйтасшăн Эп: ут-выльăха вăй-хал
Куллен парса тăратăн-им-ха эсĕ?
Ун çилхине кам вылятать-ши халь?
Çакна чухлатăн-и? Ман пит пĕлесчĕ.
Саранчана хăратнă пек ăна
Шиклентеретĕн-и-ха яланах?
Сăмса-çăварĕпе хартлаттарсассăн
Унран часах эс хăрама пуçлатăн.
Урисемпе çĕре вăл кукалет,
Вăйне туйса тăрать те хĕпĕртет.
Хĕç-пăшала курсан тăмашкăн хирĕç
Никам та чараймасть ăна — пар ирĕк!
Лаша хăрушă вырăна васкать,
Кĕçеннĕ май мала шав ыткăнать.
Тем тĕрлĕ пăшалран ним хăрамасăр
Вут ăшнелле вăл вирхĕнет хавассăн!
Ун тĕлĕнче ав сăнăсем вĕçеççĕ,
Хĕвел шевлипеле хĕçсем çиçеççĕ.
Йĕри-тавра кăшкăрашу, шăв-шав,
Хăйне пит паттăрла тытать лаша.
Кунта ут чунĕ тупнăн киленÿлĕх
Пĕр вырăнта тăпăртатса тăрать.
Е пит çилленнипе çĕре кăшлать,
Çинçе труба сасси те пит чĕнÿллĕ.
Вăрçа пит аякран, лаша пекех,
Этем те сисеймест пуль çийĕнчех.
Çар пуçлăхĕн хăюллă сассине те,
Кăшкăрнине те инçетрен илтет вăл.
Сан ăсупа вĕçет-им хурчăка?
Çанталăк улшăнассине туйсассăн
Хĕл çитес умĕн питĕ аякка,
Кăнтăралла каять ним хăрамасăр.
Пит вăйлă çăткăн амăрт кайăка та,
Теп, эс çÿле улăхтарса яратăн?
Этем пулса курман вырăнсенче
Хăй йăвине вăл йĕркелет пĕччен.
Пурнать ту тăрринче, чул хÿттинче,
Ун çывăхне тăраяс çук никам та.
Канать те лăпкăн тул çутăличчен,
Каярахпа ухутана тухать ав.
Пит çивĕч куçлăскер, курсассăн тупăш
Çĕмрен пек ытканĕ ак ун çине.
Час парăнтарĕ хăйĕн тăшманне,
Çапла майпа куллен апат вăл тупĕ.
Енчен те ватлăх кунĕсем çитсессĕн,
Ÿтне-пĕвне тем тĕрлĕ чир ерсессĕн
Тĕкне вăл çĕннипе улăштарать,
Вара хал илнĕçем çамрăкла н ать.
Чĕпписене хăех савса пăхать,
Кирек хăçан та ăшшăн пулăшать.
Вĕсем куллен юн çеç ĕçсе пурнаççĕ,
Амăшĕпе пĕрле çунат сараççĕ.
Çапла пупленĕçемĕн Аслă Турă
Тĕпчевлĕн пăхнă та Иов çине
(Леш хăйĕн вăйсăрлăхне лайăх туйнă)
Пĕлес тесех кĕç панă ыйтăвне:
Хăйне пăхăнтаракан Турăпа
Тавлашакан татах та вĕрентет-и?
Хирĕçлеме хăйсассăн вăл Манпа
Сăмах хушса калаçтăр. Эп итлетĕп.
Иов та кĕттерсе тăман, тÿрех
Кĕске калаçăвне çапла пуçланă:
Эп мĕскĕн çын çеç çутă тĕнчере,
Çăварăма хам аллăмпах хуплатăп.
Сана хирĕçлеме вăй-халăм çитмĕ,
Пустуй калаçăвĕн тĕшшийĕ çук.
Турăпала нихçан танлашмĕ çул,
Ăçтан-ха пултăр Унăнни пек витĕм.
Пĕрре Пуплерĕм, чăн та, айванла,
Йăнăшăма халь лайăх ăнланатăп.
Тепре те сăмахларăм ухмахла,
Çылăхăма туйса эп шăпланатăп.
XL
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Туррăн иккĕмĕш калаçăвĕ, Вăл Пĕртен-Пĕр Тÿре. Бегемот тата левиафан (крокодил) çинчен çырса кăтартни.
Çил-тăвăл кăларса калаçнă Турă,
Вăл пĕлĕт ăшĕнчен пурне те курнă.
Иов чĕнмесĕр тăнă-ха. Анчах
Унран шав вăлтнă. Лăпланман часах:
Юпа пек ан тăр, арçын пек пулсам,
Хăв пилĕкне чĕн пиçиххи çыхсам.
Кăшт тăрсанах Эп ыйтусем паратăп,
Кайран сан хуравна йăлтах тăнлатăн.
Тен, эсĕ Ман суда пач йышăнмастăп,
Хăвна çеç кăларасшăн пуль тÿрре?
Пуриншĕн те айăпласа тÿрех
Тавлашура халь çиеле тухасшăн.
Аллун хăвачĕ Турă вăйĕпе
Танлашаять-им тупăшас тесессĕн?
Калаçăву сан Манăн сасă пек
Кĕмсĕртетет-им питĕ те çиллессĕн?
Эппин, аслăлăхпа эс аслăлан,
Чапупала та вĕçсĕр чаплăлан.
Илемлĕхÿпеле илемлĕлен те
Çут тĕнчене хĕм сап, эппин, пĕр енлĕн.
Енчен те сан хаярлăху пулсассăн
Хăв ăшăнта ан тыт, йăлтах кăлар.
Усал япалана пĕрре курсассăн
Ăна та çийĕнчех йăвашлантар.
Мăн кăмăллисене те лăплантар,
Вĕсем ытла каçăрăлса ан тăччăр.
Йĕркесĕрлĕх ан хуçалантăр тăтăш,
Вырăнĕнчех ăна эс путлантар.
Пурне те персе чик тăпра ăшне,
Тĕтĕмпеле хупла питне-куçне.
Вĕсем унтан нихçан та ан тухайччăр,
Хăйсен айăпĕсемшĕн асапланччăр.
Эп хушнине пурнăçлама пĕлсессĕн
Ман кăмăлăм йăлт çаврăнĕ, вара
Сăмахлăп: эс чухлан хура-шурра
Аллун хăвачĕпе терте çĕнетĕн.
Бегемота сăна-ха. Эп ăна
Сана вăй-хал пилленĕ пек пултарнă.
Вăкăрпала танлаштарсассăнах
Тем чул пĕрпеклĕх асăрхатăн мар-и?
Çаран çинче Ир-каç çÿренĕçем
Вăл курăка татса çиет пĕччен.
Ун ÿчĕ-варĕ тем те пĕр тÿсет-çке,
Пилĕкĕнче мĕн чухлĕ вăй? Пĕлетне?
Хÿри те кедр йывăçĕ пекех-çке,
Пĕççийĕсем çинчи шăнăрĕсем
Пĕр-пĕринне хитре çыхланнăçем
Ун вăй-халне яр-уççăн систереççĕ.
Çĕре чĕтретнĕ евĕр, урисем
Тăн-тăн пусаççĕ. Эсĕ калăн сумлăн:
Мала куçаççĕ пăхăр трубасем,
Шăмми-шакки те тимĕртен пуль унăн.
Чăнах та, Турă аллисем пултарнă
Чĕрчунсенчен чи тĕрекли вăл çеç.
Бегемот патнелле, сиссем, хальччен
Пултаракан кăна хĕçпе çывхарнă.
Сăртсем парса тăраççĕ тутлă çимĕç,
Ăна куллен-кунах вăл астивет.
Тем тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пуçĕ çийĕн
Вĕçет те çĕнĕ юра кĕвĕлет.
Туратлă йывăçа пит кăмăллать çав,
Васкать ав сулхăн вырăна пĕччен.
Лачакара та çывăрмашкăн хатĕр,
Е хуп туртать вал хăмăш хÿттинче.
Ăна сип-симĕс йывăçсен чаршавĕ
Хĕвелĕ хытă хĕртесрен сыхлать.
Çырма хĕррисенчи хăва: шăв-шавсăр
Ман çывăхра кансамччĕ тет ялан.
Сăначчĕ тимлĕн, ак вăл васкамасăр
Ĕçме пуçларĕ çырмари шыва.
Иордана мĕн пур çăлкуç юхсассăн,
Кĕрсен те унăн çăварне, çавах
Ăна эс чарăн-ха теме хăяймăн,
Унпа шав хирслеймĕн, хăратаймăн.
Шыв калăпăшĕ вĕçсĕр чакнă чух
Сăлтав мĕнре? Çакна вăл чухлас çук.
Бегемота ним хăрамасăрах
Кам хăйĕ-ха пĕччен тытса чармашкăн?
Ун сăмсине пакурпа шăтармашкăн
Пултарăн-и-ха пулăшусăрах?
Çĕлен пек пысăк левиафана,
Вăл санăн вăлтуна шывра лексессĕн,
Вăйу-халу çитет-и сĕтĕрмешкĕн,
Е вĕренпе кăкарăн-и ăна?
Сăмси шăтăкĕнчен васкавлăн ункă
Илеетĕн-и-ха эс витĕрсе?
Янахăн шăммине йĕппе чиксе
Шăтараятăн-и? Чухлан-ши, унăн
Çитет-и чăтăмлăхĕ чылайччен,
Санпа пуплет-им-ха тус пек йăвашшăн?
Вăл йăлăнса тăрать-им-ха айваннăн
Хăйне хур тунине шав тÿснĕçем?
Е хăвăнпа канаш тăвассине,
Чура пулма вăл килĕшессине
Кĕтсе илетĕп тетĕн пуль-ха эсĕ?
Ку пушă ĕмĕте Эп ĕненместĕп.
Унпа пĕчĕкçĕ вĕçен кайăкпа
Вылянă евĕр хăтланни илемсĕр.
Левиафан серепене лексессĕн
Ашкăнаймасть сан ачу-пăчупа.
Ăна юлташусем тытса килсен
Сутса яма пултарĕç-им чăрмавсăр?
Пайлаççĕ-и Ханалей хуçисем
Пĕрне-пĕри çилентермесĕр, шавсăр.
Хĕçпе чике-чике эс ун тирне
Шăтараятăн-и ним хăрамасăр?
Е пулăç сăннипе персе пуçне
Лектереетĕн-им пач пăлханмасăр?
Çакна Эп витĕрех курса тăратăп:
Левиафанпала эс Кĕрешсен,
Аллун вăйне пĕр хут кăна виçсен
Кайран унпа пачах та çыхланмастăн.
XLI
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Левиафан пирки малалла çырса кăтартни.
Эс тăрăшни ахаль пулать, пĕлетĕп.
Çут шанчăку сÿнсе ларать тÿрех.
Вăл çаврăнса пăхсассăнах пĕрре —
Тĕк тăнă çĕртенех кайса ÿкетĕн.
Ун умĕнче, Манран хăранă пек,
Ытла хăюллă çын та шикленет çав.
Пит çывăха пыма сехĕрленет вăл,
Тĕрткелеймест ăна аллисемпе.
Левиафанпала кĕрешекен
Пурăнăçра никам та пулмасассăн —
Çут тĕнчере Турра хирĕçлекен
Чĕр чун пурнать-и? Эп çакна ыйтасшăн.
Хуравĕ çапларах-тăр: Аллăмра
Çак çĕр çинчи мĕн пур кун кураканĕ —
Вăл пĕлĕт айĕн-и вĕçет ир-каçăн
Е кăпăк кăларса ишет шывра.
Эп çавсене пурне те Хам пултарнă,
Эппин, кашнин Мана пăхăнмалла,
Ирĕкĕме йăлтах йышăнмалла,
Этемĕн те: пуян-и е вăл тарçă.
Левиафан патнех халь таврăнар,
Çак хайлава ун пиркиех тăсăр.
Алли-ури çинчен, вĕсем, чăнах та,
Пит килĕшÿллĕ иккенне калар та
Кайран тĕпчер пур енлĕн вăй-халне.
Тата сăнар пит çирĕп тум-тирне.
Ăна халь кам сирсе пăхма пултарĕ,
Янахĕн шăммине те кам-ха карĕ?
Е хупнă çăварне, ун хапхине
Мĕнле этем яри уçса ярать-ши?
Пĕрре курсассăнах шăлĕсене
Хăюллă çыннăн та сехри хăпать-çке.
Вун çичĕ тĕрлĕ хупă килĕшÿллĕн
Пĕрле вырнаçнă çурăмĕ çинче.
Вĕсемпеле шур хут çине пичет
Çапса хума пулать пуль, чăн та, ÿлĕм.
Кашнийĕ черепица евĕр çирĕп,
Хутлăхĕнчен чĕр сывлăш тухаймасть.
Çат çыпçăнса тăраççĕ, пар хăть ирĕк,
Хупписене никам тапратаймасть.
Хĕвел çине пăхса вăл ÿсĕрсессĕн
Пĕрĕхнĕ шыв çап-çуттăн курăнать.
Ун пуçĕ шыв ăшне йăлтах кĕрсессĕн
Хĕп-хĕрлĕ тĕс хитрен сапаланать,
Шурăмпуç çутти евĕр куçĕсем
Кирек кама та питĕ илĕртеççĕ.
Хăйсем çине пăхтарнăçем вĕсем
Тавралăха чăн-чăн илем кÿреççĕ.
Ишсе тухсассăн тинĕс тĕпĕнчен,
Шыв сирпĕтсе хытах вăл ÿсĕрсессĕн
Вуг-çулăм ялтăрать çăварĕнче,
Çÿле тек ыткăнаççĕ хĕлхемсем ун.
Сăмси шăтăкĕнчен тухса тăрать
Вĕрекен хурантан е чукунран
Палканă евĕр пăс, хăп-хăмăр тĕтĕм,
Çакна курсассăн тĕлĕнен хăв тĕллĕн.
Чĕр кăмрăка та кăварлантарать
Пит хыт вĕрсе тарсассăн самантрах.
Çăварĕнчи вут-çулăмпа шыва та
Чĕртсе яма пултарĕ вăл кăвайт пек,
Левиафанăн мăйĕ пит тĕреклĕ,
Шалта тем чухлĕ вăйĕ упранать.
Ăна курсассăн чĕр чунсем чĕтреççĕ,
Çынсем те шикленеççĕ яланах.
Выльăхсенни пек çемçе мар ун ашĕ,
Шак хытăскер, пачах та чĕтренмест.
Чĕри чул евĕрле, ăна ватмашкăн
Вăйу-халу сан пурĕпĕр çитмест.
Вăрçă тумне эс тăхăнса ярсан
Хăвнах унпа пăркаланма пит тăвăр.
Левиафан ÿтне касма тăрсан
Хĕçÿ турпас пекех саланĕ хăвăрт.
Хускалсанах вăл хăй вырăнĕнчен
Тем тĕрлĕ паттăрсем сехĕрленеççĕ.
Хăранипе çерем çине ÿкеççĕ,
Тăраççĕ те тараççĕ çийĕнчех.
Левиафаншăн улăм евĕр тимĕр,
Ухă сăнни кÿлепине пач витмĕ.
Куçа илĕртекен çут пăхăра
Вăл çĕрĕк йывăç вырăнне хурать.
Ăна çĕмренпеле те хăратаймăн,
Пĕр вырăнта выртакана тартаймăн.
Утне лексен пăяв вĕçĕнчи чул,
Мана, вăл шÿтлĕ, хăйăр лекрĕ пуль.
Улăм пăрчипеле çеç танлаштарĕ
Вутра шăратнă тимĕр туяна.
Ним вырăнне те хумĕ вăл ăна,
Çапсан та ÿт-пĕвне пач ыраттарма.
Кулать вăл сăнă шăхăрнийĕнчен,
Шĕвĕр чула та пылчăк çеç тет маншăн.
Ним пулман пек выçать те ун çинче
Калать: ан чăрмантарăр, эп канасшăн.
Кайран ишсе кĕрет те тинĕсе
Васкавлăнах пуçлать шыв вĕретмĕшкĕн.
Пĕрмай тăрать сас-чĕвĕ илтĕнсе,
Çатма çинче çу чашкăрать пуль тейĕн.
Хăй хыçĕнчен ун çутă çул юлать,
Мускус шăрши те хăвăрт сарăлать.
Хумсем пĕр самантрах кăвакараççĕ,
Çиллессĕн çырана пырса çапаççĕ.
Левиафан пекех тискер, хăрушă
Чĕр чун тек тупаймастăн тĕнчере.
Чăнах та, вăл çеç хăрамасть нимрен,
Сехĕрленсе тăрас йăла ют уншăн.
Тем тĕрлĕ пысăк япала çине те
Патша куçĕсемпе çеç вăл пăхать.
Пĕр хăйсене мăнна хуракансем те
Унран илсе тăраççĕ вăй-хăват.
XLII
Тупмалли
Умĕн Калани Иов Кĕнеки I II III IV V VI VII VIII IX X XI ХII XIII XIV XV XVI XVII ХVIII XIX ХХ XXI XXII XXIII XXIV XXV XXVI XXVII XXVIII XXIX XXX XXXII ХХХIII XXXIV XXXV XXXVI XXXVII XXXVIII XXXIX XL XLI XLII Асăрхаттарусемпе Ăнлантарусем
Иовăн иккĕмĕш хуравĕ. Вĕçĕ.
Иов та кĕттерсе тăман чылай,
Турра вăл хуравланă ак çапла:
Пĕлетĕп эп, пурне те пултаратăн,
Хăв шухăшланине йăлт пурнăçлатăн.
Эппин, Эс янă пур хуйха-суйха
Чăтса ирттермелле этемĕн халь.
Çак йĕркепе кашнин килĕшмелле те
Ăна чунпа йышăнмалла куллен-кун.
Эс ыйтрăн тĕлĕнсе: «Кам ăссăрла,
Шухăшламасăрах Манпа пуплесшĕн?
Пурне те Кураканпа хирĕçесшĕн,
Мĕне пула вăл кăмăлсăр ялан? »
Чăнах та, эпĕ ним чухлайманран,
Айван ача пек уссăр пакăлтатрăм.
Тем тĕрлĕ пулăма ăнланманран
Вăйна-хална пĕлсе шута хумарăм.
Пуплерĕм çапларах: эп калаçам,
Мĕн ăнкарманнине Санран ыйтам.
Мана ăшпиллĕн Эс хурав парсассăн
Лăпланăттăм айăпăма туйса йăлт.
Ун чух эп Сап çинчен кăшт çеç пĕлеттĕм,
Калас тăк тÿррипе: ытла сахал.
Вăйна та чухлаймастăмччĕ ĕретлĕн,
Сăнна хам куçăмпа ак куртăм халь.
Тăпрапа кĕл çине пĕччен ларса
Çав уссăр калаçушăн ÿкĕнетĕп.
Мĕн пур çылăхăма чунпа туйса
Каланă сăмаха калла илетĕп.
Иов хăй сăмахне вĕçлесенех
Елифаза, Феманăн çыннине,
Хăй Турă сиввĕн çакăн пек каланă
(Леш пĕр чĕнмесĕрех Ăна тăнланă):
«Хать сан çине те, ик тусу çине те
Эп ĕнтĕ питĕ хытă çилленетĕп.
Иов пек Ман пирки чăн сăмаха
Çитмерĕ сирĕн калама ăс-хал.
Эппин, çичĕ пăрупа çичĕ сурăх
Эсир илсе çитерĕр ун патне.
Вĕсем пулайччар хăвăршăн парне,
Куç-пуçăм тĕлĕнче ан тăрăр урăх.
Иов чĕр чунсене пĕр хăй çеç пустăр,
Хăех священник пек Мана кĕлтутăр.
Çут тĕнчере вăл тÿрĕ пулнăран
Ăна çеç хапăл тăвăп паянтан.
Ман пирки шав ултав сăмах сарсан
Çылăхсенчен тасалмăр нихăçан.
Айăпăм çук çĕртех пит хирĕлсессĕн
Хамран сире Эп сивĕтĕп, пĕлсемĕр».
Феман, Савхей, Наам çыннийĕсем —
Елифазпа Вилдад, Софар, Хăй Турă
Мĕн хушнине пурне те хăвăрт тунă,
Иов пĕччен Ăна кĕлтунăçем
Хăй тусĕсемшĕн каçару ыйтсассăн,
Кашнийĕн çылăхне манма ыйтсассăн —
Ун ĕмĕчĕ пурнăçланма пуçлать,
Ĕлĕкхи вăйĕ, сумĕ таврăнать.
Унчченхи пек ăна ăшпиллĕн Турă
(Тусĕсене те — ан танлашчăр урăх! )
Айванланнишĕн хăвăрт каçарать,
Телейлĕ пурăнмашкăн ыр сунать.
Вăл Иова мĕн пур пуянлăхне
Йăлт тавăрса парать: юп кур тет,
Ик хут ÿстернĕçем ун пурлăхне
Калать: тек тĕл пулмастăн эсĕ хурлăх.
Вара Иов патне тăванĕсем:
Мĕн пур арçын тата хĕрарăмсем,
Пĕлĕшĕсем, юлташĕсем кĕç çитнĕ,
Ун килĕнче хаваслăн ĕçнĕ, çинĕ.
Шăв-шав кăшт лăплансан вĕсем асилнĕ
Хуçа сăлтавсăрах хĕн тÿснине.
Турра тав тунă, Унăн ăшă пилĕ
Тинех ăна телей çеç кÿнине.
Кашни пĕрер кесита, ылтăн çĕрĕ
Парнелесессĕн тунсăхĕ те çĕтнĕ.
Çапла Иовăн пĕтнĕ асапсем,
Умра йăлкăшнă ырă, çут кунсем.
Кун-çулĕ унăн халь ĕлĕкхинчен
Тĕллевлĕ, сумлă пулнă, пит ĕлккен.
Мĕн-ма тесен ăна чи Аслă Турă
Пилленĕ кăмăлтан тем тĕрлĕ пурлăх:
Тĕве хисепĕ çитнĕ улт пине,
ÿстернĕ вăл вак выльăхăн йышне.
Вĕсем вунтватă пин пуç пулнă,
Пин мăшăр вăкăр уншăн çеç ĕç тунă.
Елĕкхи пек Иовăн çичĕ ывăл
Çуралнă та çÿренĕ ырă-сывă.
Кун курнă виçĕ хĕр, кашнийĕнне
Асра тытса тăма пулать ятне:
Емима, Кассия, Керенгаппух,
Пурин те илĕртÿллĕ сăнĕ пур.
Вĕсем урампала утса пырсассăн
Мĕн пур тавралăх йăлкăшнă хавассăн.
Иов ачисене чунтан юратнă,
Куллен-кун пулăшнă вăл вĕсене.
Ывăлĕсемпеле хĕрĕсене
Пуянлăхне пехиллесе хăварнă.
Каярахпа тата çĕр хĕрĕх çул
Çут тĕнчере вăл пурăннă, ыр курнă.
Мăнукĕсем ытла та йышлă пулнă,
Кашнийĕн çитес тăнă тĕрлĕ мул.
Çапла вара Иов ватăличчен,
Кун-çулĕпе йăлтах тăраниччен
Пĕр кулянмасăр вăхăтне ирттернĕ,
Йăшса çитсессĕн ĕмĕрне вĕçленĕ.
АСĂРХАТТАРУСЕМПЕ ĂНЛАНТАРУСЕМ
- Уц — Арави тăрăхĕнчи вырăн. Ахăртнех, Сим (Быт. Х, 23) йăхĕнчен тухнă Уц е Хуц халăхĕ унта пурăннă. Иов та Аравинчи бедуин-шейхсене пăхăнтарса чылайччен çак çĕршывра хуçа пулса тăнă. Вал Сиринчен Çурçĕрте тата Идумейран кăнтăрарах, авалхи халапа ĕненсен, Гаурантăри «Макам-Эйюб» патĕнче вырнаçнă. Унта çул çÿрекенсене Иовăн вил тăприне тата унăн чул валашкине кăтартаççĕ. Асăннă вырăнта пурăнакансем каланă тăрăх, Иов сывалас тесе çакăнта шыва кĕнĕ. Инçех те мар ун ячĕпе хисепленекен çăл куçĕ тата пĕр пысăк чул катрамĕ пур. Иов хуйхăрнă чух ун çумĕнче тăнă теççĕ. Çак сăваплă чула мăсăльмансем пушмакĕсене хывса çара уран пыра-пыра чуптăваççĕ. Макам çывăхĕнче (арабсем «Дер-Эйюб» теççĕ) Иовăн мăнастирĕ те пур. Вăл ишĕлес пек ларать.
- Савей — çак йăх пуçĕнчен икс халăх тухнă теççĕ. Пĕрремĕшĕ — Хам Хушран (Быт. Х, 7, I Пар. 1, 91), иккĕмĕшĕ — Сим йăхĕнчен. Малтанхи халăх Африкăра (Толковая Библия, 1 т. 71—72 стр. ) пурăннă пулсан пирĕн тĕслĕхре, ахăртнех, тепĕр халăхĕ Çурçĕр Аравипе Идумей хушшинче вырнаçнă.
- Халдей — халăх ячĕ. Евфрат тата Арави пуш хирĕсенче пурăннă.
- Елифаз — авалхи Идумей халăхĕн çын ячĕ. Феман — Идумейăри вырăн. Вилдад — çын, Сафхей вырăн ячĕсем. Софар — çын, Наам вырăн ячĕсем, Наам тени хула ячĕпе те çÿрет. Вăтаçĕр тинĕсĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Софар унта пурăннă е çук — паллă мар.
- Фемай Измаил йăхĕнчен тухнă халăх ячĕ. Аравинчен тухнă. Египетпа час-часах суту-илÿ туса пурăннă (Быт. XXV, 15, XXXVII, 25, Ис. XXI, 13).
- Аспа Кесиль, Хима çăлтăрсене. Хальхи вăхăтра Ас — Пысăк Алтăр Çăлтăр, Кесиль — Орион ятпа çÿреççĕ. Хима — Çăлтăрсен ушкăнне пĕлтерет,
- Содомпа Гоморра (Мф. 10, 15) — Библире каланă тăрăх, Иордан шывĕн варринче е Вилĕ тинĕсĕн (Мертвое море) Хĕвел анăç çыранĕнче пулнă икĕ хула. Унта пурăнакансем ытла та аскапланнă. Çавăншăн пĕлĕтрен янă вут-çулăмра çунса кайса кĕл пулса юлнă. Турă вут-çулăмран Лотпа унăн кил-йышне анчах илсе тухнă.
- Ехидна — наркăмăшлă çĕлен.
- Офир — (арабла пуянлăх) çын тата хула ятне пĕлтерет. Ахăртнех, унăн чăн-чăн вырăнĕ Хĕвел анăç Индире. Ку таранччен Офир ăçта пулма пултарнине никам та тĕрĕс палăртман.
- Рефаимсем — вилнĕ çынсем, леш тĕнчере пурăнакансем пĕлтерĕшпе çÿрет. Анчах та ĕлĕк çакăн пек ятлă халăх та пулнă (Быт. XIV, 5, Втор. II. II, Нав. ХII, 4 т. ыт. те).
- Аваддон — (пĕтерекен) Еврейсен ангел ячĕ. Вăл тамăкăн çăра уççине хăйĕнче тытса тăнипе палăрса тăрать (Апок. IX, II).
- Кунта Пысăк тата Пĕчĕк Алтăр Çăлтăр хушшисенче çĕнĕ планета çăлтăр çурални пирки каланă. Унăн ячĕ мĕнле? Паллă мар.
- Сапфир — сенкер-кăвак тĕслĕ хаклă чул. Пăхалăхĕпе алмазран кăшт çеç япăхрах. Ĕлĕк ăна Эфиопире тата Индире çĕр айĕнче кăларнă.
- Оникс — еврейле шохам теççĕ. Хаклă йышши чул. Япаласене эрешленĕ чух унпа усă кураççĕ. Чулăн пысăк пайĕ симĕс, йĕрĕсем шурă тĕслĕ. Чĕрне тĕслисем те пулаççĕ.
- Эфиопи — çĕршыв ячĕ.
- Топаз — хаклă йышши тĕрлĕ тĕслĕ чул. Чи лайăххисем Хĕвел тухăç Индире пулнă.
- Хитон — арçынсен е хĕрарăмсен аялтан тăхăнмалли кĕпи.
- Страус — Африкăра тата Аравире пурăнакан кайăк ячĕ.
- Идол — Турă вырăнне хурса кĕлеткесене, киремете, йĕрĕхе пуççапни.
- Адам — çĕр çинчи пĕрремĕш арçыннăн ячĕ.
- Çак ушкăнрах Рам йăхĕнчи этем Варахиилăн ывăлĕ Елиуй. — Кунта «Вуз» ят та тĕл пулать. Вăл Нахорăн (Авраам унăн пиччĕшĕ пулнă) иккĕмĕш ывăлĕ шутланнă (Быт. XXII, 21). Çак ятпах араб çĕршывĕнче пĕр йăх пурăнни паллă (Иер. XXV, 23).
- Единорог — тискер чĕр чун. Хаярлăхĕпе, ытла та вăйлипе, пĕр вырăнтан тепĕр çĕре хăвăрт куçса çÿренипе палăрса тăрать. Сионран кăшт пĕчĕкрех.
- Бегемот — Африкăри чĕр чун. Сысна евĕр çăткăн, анчах та курăк кăна çиет. Шурлăхлă вырăнсенче канма юратать.
- Левиафан — крокодил та теççĕ. Çĕлен евĕрлĕ тинĕсри чĕр чун. 25. Емим, Кассия, Керенгаппух. «Емима» (арабла «йемане») — «кăвакарчăн», «Кассия» (чăвашла куçарсан «Касси» темелле пулĕ. Эпир вырăсла вариантпах хăварас терĕмĕр) — «çепĕç», «Керенгаппух» — «хĕрлĕ» тенипе пĕлтереççĕ. (4 Цар. IX, 30, Нер. IV, 30, Нез. ХХII, I) Иовăн хĕрĕсем илемлĕ иккенне çак танлаштаруран та курма май пур. Израильри саккунсем тăрăх, кил-йышра арçын ачасем пулмасан йăх пуçĕ хăй вилес умĕн хăйĕн пĕтĕм пуянлăхне хĕрачисене халалласа хăварнă. Лешсем вара ăна пĕрпĕринпе пайланă. Арĕсен йăли-йĕрки, ахăртнех, урăхла пулнă.
Асăрхаттарусемпе ăнлантарусене маларах асăннă «Толковая Библия» тата Мускаври «Терра» ятлă издательство 1990 çулта кăларнă «Библейская Эпциклопедия» кĕнекесенчен çырса илнĕ.