Димитрий Архипов
Кĕскетсе тÿрлетнĕ вариант. Оригиналне те çитес вăхăтра туса çитерĕпĕр.
Константинопольри чăвашсем
Çу уйăхĕн юлашки кунĕсенче эпĕ килтен тухрăм. Килтен тухсан виç-тăват кунта чукун çулпа Одессăна çитрĕм. Константинополе каякан пăрахута кĕтсе пирĕн Одессăра пăртак пурăнмалла пулчĕ: унта эпир, Иерусалима каякансем, пайтахăн пултăмăр. Кĕтнĕ пăрахут пирĕн килчĕ. Вара эпир çу уйăхĕн 31-мĕш кунĕнче ирхине çав пăрахут çине лартăмăр та талăк çурăран, çĕртме уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче каçпа Константинополе çитрĕмĕр. Унта эпир Иерусалима каякансем, Пантелеймон монастырĕ ячĕпе тунă монахсем пурăнакан çурта кĕтĕмĕр.
Тепĕр кунĕ ирхине çав Пантелеймон монастырĕ çуртĕнче пурăнакан пĕр монах пире, кĕлле каякансене, мĕн паха, çав вырăнсене кăтартма хулана йĕртсе кайрĕ: монастырьсене, Христос тĕнĕшĕн асапланса вилнĕ çынсене пытарнă вырăнсене те кăтартма илсе кайрĕ.Малаллине вулас