
Анатолий Емельянов — наградăсене тивĕçнĕ çыравçă, политик. Ялхуçлăх ĕçченĕсен пурнăçне сăнлакан калав, повесть тата романĕсемпе палăрнă, чăваш литературипе культура ĕçне хаклас тĕлĕшпе чылай рецензи тата хаçат-журнал статьин авторĕ… Тĕплĕнрех→
Тикĕс килмен ĕмĕр
Çăрахви инке, тин çеç тултан кĕнĕскер, аллисемпе чÿрече янаххи çине тĕрĕннĕ те урамалла пăхса тăрать.
— Ай-уй, халăхĕ те çав, килеççĕ те килеççĕ, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Ялавсемпех… Чечексем тата… Ăçтан тупнах ун чухлĕ чечек? — тĕлĕнсе кайнă Çăрахви вăштах каялла çаврăнчĕ те урлă сак çинче пуçне усса ларакан упăшки еннелле пăхрĕ. — Кайса курмаллах пуль.
Çăрахви инке чăлана кĕрсе çийĕнчи тутăрне, саппуна улăштарса тухрĕ, упăшкине хирĕç пырса тăчĕ.
— Ашшĕ! Эсĕ пымастăн-им? — ыйтрĕ Çăрахви инке упăшкинчен.
Çтаппан шартах сикрĕ, анчах хăйне алла илме тăрăшрĕ.Малаллине вулас