Мускав кушакне пĕтме памарăм


Сан валли çак кĕске кăна кулăшла калава хатĕрлерĕмĕр. Чăваш Енрен ватă, анчах та маттур ватă çын, никама пăхмасăр пĕчĕк, анчах тĕрĕс ĕç тусах Мускава тĕлĕнтерсе пăрахать. Кушакпа пĕрле хăй те чапа тухать. Вуласа тух, мĕншĕн тесен вăрăм мар, чĕлхи те илемлĕ те ансат.


Ева Лисина

“Пăркка мучи калавĕсем” ярăмран.


Мускав кушакне пĕтме памарăм

— Эс ман Эверкке кума курман-и? Çта-ши? Куçне уçнă-уçманах пирĕн пата каçаканччĕ. Вăл кĕрсе тухмасан, ман пĕр ĕç те ăнмасть. Ывăлĕ патне Чĕмпĕре каясшăнччĕ, çавăнта тухса каймарĕ-ши? Пĕрех пирĕн пата кĕрсе тухмасăр каймалла мар вăл.

Ара, ачасем саланса пĕтрĕç. Ман хамăн та пĕри Мускавра, иккĕшĕ Шупашкарта, тепри Чĕмпĕрте. Алюш та Чĕмпĕртеччĕ, каялла килчĕ, эп хулара пурăнаймастăп тет. Эверкке кумĕн пĕр ывăлĕ те яла килес пек калаçать-ха, çĕр парсан таврăнатăп тесе çырать.

Таврăнтăрччĕ. Хамăр пахчасене лайăх пăхатпăр вĕт эпир, «хамăр хир» пулсан? Хăй хирне нихăш хресчен те шăйрăк-шайрăк сухаласа, кăйттă-кайттă пăхас çук. Ырă ашшĕ-амăшĕ тăван ачи-пăчине çăвартине парса, пуçран шăлса ÿстернĕ евĕр, хресчен те хăй хирĕнчи тырра калчинчен-пучахĕнчен-шерепинчен лăпка-лăпка ÿстерĕ. Ăна вĕрентме те кирлĕ мар, çĕр пулсан, ĕçлеме ирĕк пулсан, мĕн тумаллине хăех пĕлет вăл.

Асли, Мускавра пурăнакан Кришша, яла таврăнас çук ĕнтĕ. Заводра ĕçлет. Питĕ ăста инженер, теççĕ. Кукашшĕне хунă çав ача: пуçĕ çирĕп, алли ылтăн. Яла килкелесех тăрать. Мускавĕ инçерех, çавах хам та тек-текех çÿреттĕм-ха. Хальхаççăн пулман-ха. Каймалла ĕнтĕ, Аттус мĕнле пурăннине кайса курас. Аттус кам вăл тетне? Ун пек ята илтмен-и? Ара, хранцуссен çав ятлă чаплă салтак пулнă, тет, мушкет йăтса çÿрекенскер, çавăнпа ăна «мушкетер» тенĕ. Калап-çке пĕлен тесе! Çапла, çапла, мушкетерĕ маттур та чăрсăр пулнă, тет. Вăл телейне те тутанса пăхнă пулĕ-ха. Ун ячĕпе чĕнекен кушак вара саççим урăхла пурăнатчĕ.

Ара, кайнăччĕ Мускава. Пурте сывлăхлă, таса, ĕçлекеннисем ĕçлеççĕ, вĕренекеннисем вĕренеççĕ. Кавир тăрăх кăна утаççĕ, шур кулач кăна çиеççĕ. Савăнса çех пурăн. Э-э-э, апла мар иккен, пĕр мĕскĕн чун пур ку килте! Аттус ятлă кушак. Ларать Аттус чÿрече çинче кунĕ-кунĕпе урамалла пăхса! Урамалла пăхать те, улттăмĕш хут чÿречинчен мĕн куран? Çĕр питне те, йывăç-курăк хумханнине те кураймастăн. Пуш сывлăш, хирĕççи, вунултă хутлă çурт тăрри, пĕр пек чÿречесен речĕ — çакă çеç ун умĕнче. Ара, ку кушакăн куç тулли куççуль пуль тетĕп, э-э, унтан та хăрушăрах иккен: куçĕ — пуш-пушă, унта савăнăç та, хуйхă та çук! Чĕре шарах çурăлса кайрĕ — ара, пĕтет вĕт чĕрĕ чун! Мĕн тăвас?

Тепĕр кунне, пурте ĕçе — института салансан, Аттуса урама йăтса тухрăм. Лифтпа чиперех анса кайрăмăр, ман кушак техника-мĕнрен хăрамасть, килте телевизорĕ те, приемникĕ те пур. Мĕнле урама тухрăм — çапла çухăрса ячĕ, çĕре ятăм — йăпăр-япăр ман тăрăх хăпарса кайрĕ, каялла хăпăтма та çук.

— Ан çухăр-ха,— теп,— кур-ха: ку йывăç пулать, ку — çулçă, епле çемçе, халь çеç сарăлнă! Шăршине ытарма çук, шăршласа пăх-ха!

Çук, Аттуса çут тĕнче кирлĕ мар, ăна хăй «тĕрми» кăна кирлĕ. Сÿне пуçланă çамрăк чун. Юрĕ. Паянлăха çитĕ. Каялла хăпартăмăр. Тÿрех диван айне ыткăнчĕ, унтан мăнукăм институтран киличчен те тухмарĕ.

Тепĕр кунне, иксĕмĕр юлсан, хайхискерне каллех урама илсе тухас терĕм. Тарать манран. Тытрăм. Кăшкăрать. Çапăçать — ман пит-куçа чавса кăларасшăн. Пĕрех илсе тухап — çамрăклах пĕтме памăп ĕнтĕ чĕрĕ чуна, пĕрех сыватăп! Тухрăмăр урама. Ман çума сухăр пек çыпçăнчĕ, чĕрнисем, пиншакпа кĕпе витĕр тухса, ÿте тăрăнаç — тÿсеп! Хамăр çурт тавра утса çаврăнап, кунта сад пек, йывăç лартса тултарнă. Ак, ик кăвакарчăна курчĕ те Аттус тăр-тăр чĕтре пуçларĕ.

— Айван, эс мар, вĕсен санран сехĕрленсе тăмалла, ара, эс арăслансемпе тикăрсен ратнинчен вĕт! — ăшшăн калап ĕнтĕ, ахаль те мĕскĕн, мĕн вăрçас?

Кăшт лăпланчĕ, пăхать, пăхать кăвакарчăнсем çине — тен, сунарçă чунĕ вăранчĕ пулĕ? Пăхма пăхать, хăй çавах аяла анма хăрать. Вара, чееленсе, хам çĕре лартăм — çĕрĕ пĕтĕмпех ăшăнса çитнĕ! — ларап хурăн айĕнче, темле чĕлтĕрти сар чечек хушшинче, кăвакарчăнсем кăвăлтатаççĕ, çулçăсем шĕпĕлтетеççĕ. Аттус хăлхи выляса çеç тăрать! Ак, мансах кайрĕ ман чĕрçи çинче ларнине, хăех çĕре сикрĕ! Хавхалантарăп:

— Маттур, Аттус, маттур!

Кăштах хăюланчĕ. Пĕр хурăнĕ айне серте тапса тухнă — ем-ешĕл, тап-таса. Кушак ăна шăршласа пăхать, унтан пĕр çулçине тĕксе илет. Çулçă силленет — Аттус каялла чакать. Çулçă тăп пулать — Аттус каллех пырса тĕкет. Вылять, çав вăхăтрах ăс пухать — чисти пĕчĕк ача! Ак хайхи! Ман Аттус серте айне кĕрех кайрĕ. Хăраса ÿкнĕ иккен — мăяв! тесе çухăрса ячĕ. Лăплантарăп:

— Кунта эп, кунта, ан хăра! Тăвану-хурăнташусем джунглисенче çÿреççĕ, эс сертерен хăран! Тÿрех распуй кăшкăрмаççĕ ĕнтĕ ăна, чăтаç кăшт!

Шăпланчĕ. Кăмăлне кайрĕ çĕр çинчи пурнăç! Аран пÿрте илсе кĕтĕм. Тÿрех чÿрече çине сиксе хăпарчĕ, каллĕ-маллĕ чупкалать. Куçĕнче темле хавал выляса тăрать. Тухасшăн макăрать.

— Аттус, паянлăха çитет!

Пÿртре тăма май çук, манран çакăнать. Умлă-хыçлă тата иккĕ тухса кĕтĕмĕр. Унччен çини те çукчĕ, халь мĕн паран, çавна сăптăрать.

Çав каç çĕрĕпе çывраймарăм — шухăшлап. Эп кушак няньки пулаймастăп. Ман киле каймалла, карчăк та кĕтсе ывăнчĕ пуль. Аттус мĕнле вара? Унчченхилле, тĕрмери пек, пурăнтăр-и? Юрамасть! Мĕн тумаллаши? Шухăшласа тупрăм!

Тепĕр кунне ир-ирех тухса кĕтĕмĕр Аттуспа. Тухрăмăр та — ак сана! Лапсăркка кăна пĕчĕк вĕрене айĕнче пĕр кушак лара парать! Ман Аттус тăн! хытса кайрĕ, куç илмесĕр пăхать, сăмсипе нăш-нăш туртать. Лешĕ кунталла çывхарсанах, курпунне кăларса, çăмне вирелле тăратса, ăррр! ăррр! тесе хăратать. «Пулчĕ! Юнĕ вĕреме пуçларĕ, халь пĕтмест!» — терĕм. Чунăм лăштах кайрĕ. Халь ĕнтĕ шутланине тăвас! Аттуса киле кĕртсе хăварăп та (урăм-сурăм макăрса юлчĕ!) хуçалăх лавккине чупап. Унта пушăт-мунчала-сÿс çук вара (ахальтен столица мар ĕнтĕ!). Туянтăм виççĕлле явнă вĕрен. Аллă метр. Пурçăн пек йăлтăркка та питĕ тăн-тăн хăй. Чупса килтĕм каялла. Ман Аттусăн куç тулли куççуль! Мĕскĕн! Ачашлатăп:

— Аттус, нивушлĕ ман çинчен çапла начар шутларăн? Нивушлĕ эп сана çапла пăрахса хăварăп?

Пĕр кивĕ çăм тутăр шыраса тупрăм, вĕренпе Аттуса илсе, хамăр тĕлте, пĕрремĕш хутра, пурăнакансем патне антăм.

— Страствăйте! Эп — Юманов Прокопий Степанччă, Çĕньялтан килнĕ. Мана пĕр сăнав тума расрешени парсамăр!

— Пашалстă!

Ак вĕсен кухни чÿречине уçап та Аттуса сада тытса ывăтăп (çÿллĕ мар, ним хăрушши те çук!). Эх, кăшкăрать леш, эх, çухăрать — манран уйрăласшăн мар! Эп вĕрен вĕçне çăм тутăра çыхап та чÿречерен аялалла ярап. Унтан вĕрене майĕпен-майĕпен каялла туртап, çăм тутăр çÿлелле-çÿлелле хăпарать. Аттус макăрать, хăпарасшăн стена çине сикет. Вăл хăпараймасть, çăм тутăр хăпарать. Эп лăпкăн кăна:

— Аттус, кил, кил кунта,— тетĕп, çăм тутăра ун сăмси тĕлĕнчех тытса.

Ак ман Аттус сикрĕ те çăм тутăртан çакланчĕ! Пусăран вĕрен вĕççĕн шыв кăларнă пек туртап, туртап часрах! Аттус çитрĕ те! Вара пĕрремĕш хутра пурăнакансем те савăнса кайрĕç, Аттус хăй те ниçта кайса кĕреймест. Татах çапла хăпарасшăн!

— Хăпарассу килсен, анас пулать,— тетĕп.— Çаклан тутăртан!

Ыттисем хавхалантарса-çĕклентерсе тăнă чух тем те тăватăн, теме те ăнкаратăн! Аттус çакланса анать, çакланса хăпарать! Пĕрремĕш хутра пурăнакансене тав тăватăп та вĕсен тĕлĕнче, иккĕмĕш хутра, пурăнакансем патне улăхатăп.

— Страствăйте! Эп — Юманов Прокопий Степан-ччă, Çĕньялтан килнĕ. Мана пĕр сăнав тума расреше-ни парсамăр!

— Пашалстă!

Пĕр ăнсан, ăнсах пырать! Тепĕр кунне виççĕмĕш хута хăпаратăп. Чиперех! Анать Аттус, чупкаласа çÿрет (эп хам алăри вĕрен вĕçне кухня чÿречи айĕнчи батарейăран çыхса хурăп та çав хушăра кÿршĕсемпе чей-кофе ĕçсе ларап!), кайран вĕрентен пырса туртать те — эп ăна каялла хăпартăп. Ентĕ пĕтĕм çурт Аттус та Аттус тесе çеç тăрать. Хăйне юратнине, мухтанине сисет тата, мур! Ура çумне пырса сĕртĕнет, лайăх моторлă трактор пек мăрăлтатать. Кашни кун пĕр этташ йышăнатпăр, çÿлерен çÿле хăпарса пыратпăр. Çитрĕмĕр улттăмĕш этташа! Майăн вунтăваттăмĕшĕнче. Ĕнтĕ çурчĕпе пуçтарăнчĕç. Ватти те, вĕтти те. Вĕрене тĕрĕслĕп: çирĕп-и, татăлса ан кайтăр. Çакланмаллине лайăх çыхнă-и?

— Аттус, хатĕрлен!

Çакланчĕ. Вĕрене аялалла тикĕссĕн тутаратăп. Çитрĕ Аттус! Анчĕ. Ха, тÿрех çÿлелле хăпарасшăн!

— Кăшт çÿрекеле-ха, уруна çемçет! — тетĕп.

Çук, халех улăхасшăн! Хĕрсе кайнă! Юрĕ. Çакланчĕ. Çÿлелле туртап. Акă вăл, пирĕн Аттус, телейлĕскер, вăйлăскер, ăслă та хăюллăскер! Улттăмĕш этташа вĕрен вĕçĕнчен çакланса хăпарма мĕн чул вăй, мĕн чул хастарлăх кирлĕ — çав кун вăл апат çинĕ чух тирекĕ çумĕнчех çывăрса кайрĕ.

Юрĕ. Пурнăç кайрĕ Аттусăн! Ир-ирех тухса каять те кăнтăр апатне çеç килет, çиет, çывăрать, каллех каять, тĕттĕм пуличчен çÿрет çурт таврашĕнче — ытти кушаксемпе çапăçать, кăвакарчăнсене шуйхатать, йывăçсем тăррине хăпара-хăпара каять (уншăн темле йывăç та çÿллĕ мар!), сунарла вылять: йăпшăнса-йăп-шăнса пырать те çерçисем çине чалт! сикет. Шăрăх сехетсене серте айĕнче выртса ирттерет. Ун чухне ăшă çумăр çукалатчĕ, Аттус пытанмасть, çумăр айнех тухса тăрать, кайран лăстăр-лăстăр силленет, çĕрте йăваланать.

Çавăн чухнех чапа тухрĕ. Вĕсен килĕ умĕнче автобус чарăнать, хайхине асăрханă çынсем, улттăмĕш хутран кушак аннине пĕтĕм халăх пăхса тăрать. Астуса вара хытарсах каларăм:

— Асту, Аттус, ĕçе чапшăн мар, ĕçĕшĕн ту! Ăнланатна? — куçĕнчен пăхап — ăнланнă пек туйăнать. Кунта ĕнтĕ «пек» тени сахал, вăл япалана çамка çинех картса хумалла, çавăнпа çине тăрсах вĕрентĕп.— Ăнлантăн пулсан, малашне эп каланă пек тăватăн пулсан, пуçна сулса ил!

Апăрша темерĕн, пуçĕпе сулать! Çакланса çÿреме хăрушă, Аттус ÿкме пултарать тесе, Кришша пĕр-ик кунтанах ещĕк туса килчĕ. Ещĕкĕ—тăпăл-тăпăл, пласмасран тунă, чÿречеллĕ (аннă-хăпарнă чух çут тĕнчене курса пыма!), пĕр кĕтессинчен кăшт пусатăн та — алăкĕ уçăлать, тепре пусатăн — шăкăлт каялла хупăнать. Кришша шăлтăрма та майлаштарса пачĕ. Хăть те ĕнтĕ çĕр хут анса хăпар! Ĕреххет! Çук, Аттус килĕштермерĕ çак меллĕ япалана (капла ытла çăмăл пулать терĕ-ши?), эп вĕрентнĕ пекех çÿрерĕ.

Эрнеренех мыскара кăтартрĕ тата. Ларатпăр каçпа пĕтĕм çемйипе кукăльпе чей ĕçсе (эп килнĕ ятпа кин кашни кун кукăль пĕçерет), Аттус пĕрре йăпăртаттарса килчĕ-ха, каллех каясшăн, ку хутĕнче ещĕк тавра кускалать, мăюклатать. Юрĕ. Анса кайрĕ. Ак, шăпăрлан, тÿрех вĕренрен туртать — халех киле килесшĕн. Хăпартатпăр. Ещĕк алăкĕ уçăлчĕ те — ах, мушшелник! — Аттус мар, чип-чипер сар кушак тухрĕ! Тухрĕ те ларчĕ чÿрече янаххи çине. Сăпай хĕр пек, пуçне те çĕклемес. Каллех шăнкăрав чăнкăртатать. Хальхинче тутăр анса кайрĕ. Аттус хăпарчĕ. Сар кушак тинех пуçне çĕклерĕ.

— Аттус, хĕрсемпе кулеть тума иртерех мар-и сана? — хăтăрса илчĕ Кришша.

Лешĕ хăнк та тумасть, куçне хĕссе, Çатта çине кăтартать. «Эс ывăлна пăх — кашни каç пĕр хĕрпе кинона каять»,— тесшĕн пулмалла.

Эп те Аттус хутне кĕтĕм:

— Эс кушаккине пăх-ха! Кун пек чиперккене час çаклатса каяç!

Чăнах ĕнтĕ, лешĕ ăçтан пулма пĕлнĕ: хăй сарă, куçĕ симĕс, хăлхи, сăмси, хÿри вĕçĕ, ури лапписем хура. Аттусĕ хăй хура, ури тунисем çеç шурă, иккĕш юнашар ларнă чух сĕре уçăмлă курăнаççĕ. Çав каç вĕсем пĕр тирĕкренех апат çирĕç.

Юрĕ. Каймалла вĕт ман, карчăкăм кĕтсе халтан кайрĕ пуль. Сисет ырă чун: эп каяс кун Аттус килтен тухмарĕ, ман тавра кăна çаврăнать, пуçĕпе ман ал çумне пырса сĕртĕнет. Пĕр шутласан, эп чĕртрĕм-çке ăна, эп пулман пулсан… кай, аса илме те хăрушă!

Çур çултан каллех Мускава каяп. Телеграм çаптармарăм: юратмастăп çынсене чăрмантарма! Хам çитеймесп-им, миçе пулнă Мускавра! Икĕ хур тушки, пĕр сысна пĕççи, пĕр пысăк питтон пыл (высшăй сорт!), виçĕ панккă сар çу, пĕр шăрттан, темиçе мăя сухан йăтнă. Çитрĕм Мускава. Тÿрех такси тытрăм.

— Ыльăм, Черемушки пасарĕ енне тыт!

Пасар патне çитрĕмĕр, таксист малалла мĕнле каймаллине ыйтать. Адресне кĕсъене чикнĕччĕ-ха. Аçта ку адрес? Каçчум кĕсйисене ухтара пуçларăм — ах, çав карчăка! Ма чаплă каçчум тăхăнтартса ярать-ши? Шалта та — кĕсъе, тулта та — кĕсъе, умра та — кĕсъе, хыçра та — кĕсъе! Пĕрне ухтарăп, теприне тустарап— çук ман адрес!

— Ыльăм, вăл çурта тупма йывăр мар,— тетĕп,— хирĕçех тумтир лавкки ларать!

— Пирĕн кашни утăмра тумтир лавкки!

— Унпа юнашарах çÿç-сухал касакан çурт ларать!

— Парикмахерски-и?

— Ара, ара, çавă!

— Пирĕн кашни утăмра парикмахерски!

— Ма çапла нумай кирлĕ вара вăл? — тĕлĕнетĕп эп.— Хăвăр çÿçĕре хăвăр касма пĕлместре? Эпир нихăçан та нимĕнле парикмахерскине те çÿреместпĕр, хамăрах тирпейленсе пурăнатпăр. Ман çÿçе Эверкке кум касать, эп ун çÿçне касăп, иксĕмĕр те вăр-çавра, «чăвашла» кастарса çÿретпĕр.

Шофер урсах кайрĕ:

— Ман кунта шутить туса ларма вăхăт çук, смена вĕçленет! Атя, ан, дедушка!

— Ыльăм, апла эс кĕренной москвич мар пуль, мĕнле пĕлместĕн-ха, вĕсене чалăшах…

Шофер машини алăкне уçрĕ:

— Атя, ан, тасал!

Шутла-ха ĕнтĕ: каç пулса килет, тăн саланса кайрĕ, адресне вĕлерсен те аса илейместĕп, хам икĕ хур тушки, пĕр сысна пĕççи, пĕр пысăк питтон пыл (высшăй сорт!), виçĕ панккă сар çу, пĕр шăрттан, темиçе мăя сухан йăтнă. Пĕтрĕм вĕт! Ак, пуçа пĕр тĕлĕнмелле шухăш пырса кĕчĕ!

— Итле-ха, ыльăм, çав çуртра тĕлĕнмелле кушак аçи пурăнать: улттăмĕш этташран вĕрентен çакланса анать, кайран çакланса хăпарать.

— Дедушка-а-а! — кăшкăрсах ячĕ шофер.— Ма паçăрах çапла каламарăн? Халь вăл çурта Мускаври чи чаплă вырăнсен шутне кĕртнĕ! Унта пĕтĕм турист çÿрет. Паттăр хушăкне Аттус тесе чĕнеççĕ. Эс ăна курма килтĕне? Тĕрĕс тунă!

Рульне çавăркаласа-кулкаласа кăна пырать ман шофер. Халь кулкаласа пырăн-ха та ху манпа, ватă çынпа, сĕре хивре калаçрăн-ха!

— Ара, вăл Аттуса эп вĕрентнĕччĕ-ха! — терĕм.

Машинине чарăнма юраман тĕлех чарса тăратрĕ вĕт, ами!

— Апла эсир пĕтĕм Мускав хисеплекен Прокопий Степанччă пултăр-и?

— Çавă пулатăп çав.

—Хисеплĕрен те хисеплĕ Прокопий Степанччă, сирĕнпе паллашма ирĕк парсамăр!

Юрĕ терĕм. Ал тытсах паллашрăмăр. Ăна Илья Андрейччă тесе чĕнеççĕ иккен. Вĕçтертĕмĕр малалла! Туххăмрах çитрĕмĕр! Илья Андрейччă Çыхăсене те, чăматана та йăтма памарĕ, лифтах кĕртсе лартрĕ, унтан та хăех йăтса тухрĕ.

— Атя, кĕр, хăна пулса кай! — тетĕп.

— Смена пĕтет,— тет, васкать.

Çитес çĕре çитрĕм вара.

Аттуса цирка та чĕнеççĕ иккен. Эрнере икĕ хутчен çавăнта выляса кăтартать. Кайса куртăм: хăрах урипе темле ункăран çакланать те ярр! хăпарса каять.

Ентĕ вăл урамĕ те чапа тухнă. Унта кашни чÿречерен тенĕ пекех кушак анса хăпарать! Ыр ĕçĕн никĕсне хывасси çеç, кайран ăна малалла аталантараççĕ, мĕн теççĕ-ха ăна… рацци… раццина… тиху! кам чĕлхи шутласа кăларнă ку сăмаха!., раццилиза… тьху!.. пĕрех калап!., ра-ци-о-на-ли-за-торсем тем те шутласа кăларнă. Карçинккасем, ещĕксем, тетте керменсем (хĕрлĕ, симĕс, сарă, кăвак, кĕрен — мĕн тĕсли кăна çук унта!) кăрр! аялалла анаççĕ, тăрр! çÿлелле хăпараççĕ. Ман Аттус вара, мăнтарăн, паян кун та эп вĕрентнĕ пек çÿрет. Хăй çапла çÿрет, сар кушакне упрать: сенкер керменте çеç çÿретет. Унта автобус хыççăн автобус пыра-пыра чарăнать — первăй очерĕт пурте Аттуса курасшăн.

Крипппа çырса ячĕ-ха, Аттус циркпа пĕрле Яппу-ние каять тесе. Ăсатас пулать паттăр кушака. Илья Андрейччă та тахçантанпах хăнана чĕнет. Кайса килмелле пуль.

Атя-ха, Эверкке кума шырама каяр. Аш вăркать— чирлесе ÿкмен-ши кум? Турра шĕкĕр, ав, хăй килет! Эверкке кум, çта кайса çухалнă эс паян? Кĕте-кĕте халтан кайрăмăр!

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s