Мария Ухсай: Кăра Çилсем 2


«Кăра çилсем» повеçĕн аморальлĕхĕ çинчен самантлăха манса вăл мĕншĕн нумай вулакана килĕшни çинчен каламалла – тыткăнлакан сюжет, уçăмлă чĕлхе, ансат калу. Пусмăрпа юн, пуяннисемпе чухăннисем, киввипе çĕнни çинчен киленсе вăхăта ирттермелли хайлав кирлĕ пулсан – Мария Ухсайăн кусем пур. Юрату тата сăваплăх – çук. Кунти пĕтĕм сисĕм-туйăм идеологи тавра.

Тĕп вырăнти «айăпсăр» Иркка сăнарĕ ăшчике шуйхатакан сценăсене çемçетме тивĕçлĕ, повеçре коммунистсем тунă тискерлĕхсене шурăпа пĕветме кирлĕ персонаж.

Черченкке ăс-хакăллисем ку хайлав илемлĕ литература – урăхла каласан, автор хăй пĕлни-илтнисене илемлетсе, пĕр-пĕр шухăша çитерес, е çирĕплетес тĕллевпе уçса çырнă юмах – пулнине ан манччăр кăна.  [VulaCV]


Мария Ухсай


Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

Кăра Çилсем

Иккĕмĕш кĕнеке

1

Sijen1• Аборта хирĕç мар
• Карикатура
• Тĕслĕх ăрăм
• Суясене пуççапни
• Усал тĕслĕх
• Харпăр çын пурнăçне тата пурлăхне сума суманни
• Эмоцие пуç туни

Ямшăк Михали пенĕ пуля Варламăн ĕнсинчен кĕрсе хăлха патĕнчен шăтарса тухнă. Анчах çак çĕрме пуянăн татах усал ĕçсем туса пурăнма елчелĕ пулнă. Вăл, кашкăр сывлăхлă çын, тăнне çухатнă пулсан та, юнлă йĕр хăварса, улăм купи айĕнчен шуса тухнă. Тихха ăна вилĕмрен çăлнă. Анкартинче пăшал сасси илтĕннĕ самантра Тихха урампа пынă, хурал пÿртĕнче, йăсăрланакан чĕлĕм тĕтĕмĕнче, сăмах-юмах итлесе ларнă хыççăн килне кайма тухнă, пăшал сассине илтсен, ахаль те мулкач чĕреллĕскер, сехри хăпнипе вăл тăп чарăнса тăнă. «Ырра мар ку, темле сехмет сиксе тухрĕ пулмалла», — тесе шухăшланă Тихха, качака сухалне чанк тăратса. Хăй хуçине юрама хăнăхнă йытă туйăмĕ ăна темле инкек сиксе тухни çинчен систернĕ. Вăл Варлам çурчĕ умне пырса тăнă, анчах çынсен ыйхине сирме хăяйман, каллĕ-маллĕ пăхкаласа, анкартинелле утнă, пырса çитнĕ те, карта урлă каçма тăнă чух кăчăрт-кăчăрт ура сасси авăн вучахĕ çинчи тăманана шуйхатнă. Кайăк ихĕрсе кулса янă та Тихха пуçне çуначĕпе йĕрĕнес пекех вĕçсе иртнĕ. Тихха хăранипе вĕрлĕк çине лăпчăнсах ларнă, унăн ÿчĕпе пĕрле вĕрлĕк те чĕтреннĕ. Вăл темиçе хут сăхсăхса илнĕ те анкартинчи капансем хушшине кĕрсе пытаннă. Анкарти вĕçнерех ларакан улмури патĕнчен инçе мар юр çинче тем хуралса выртнă. Тихха хăранипе те шăннипе чылай вăхăт ĕнтĕркесе тăнă, чĕре тапни те илтĕнекен шăплăхра вал хура япала умне йăпшăнса пынă. Варлам юр çинче ÿпне выртнă, вăл туллатнă кĕрĕкпе пулнă. Варлам хĕрĕнкĕ чухне, çак кĕрĕкĕн çаврака йĕс темисем çине кăтартса, Тиххана сахал мар хăртнă: «Эсĕ çак тÿмесен хакне те тăмастăн», — тесе кăшкăрнă.

Тихха Варлама çĕклеме хăтланнă, анчах ăна вырăнтан кăшт анчах хускатма пултарнă, хăй мĕкĕрленсе чăм тара ÿкнĕ. Шăлапир чĕлхисен пуйнисене юр кĕрсе тулнă.

Тихха, хыçалтан хăваланă пекех, урампа лĕпĕстетсе чупнă, уйăх çутинче унăн вăрăм мĕлки, хÿмесемпе текмесем çинче хуçкаланса, пĕрре хуралтăсем хушшинче çухалса, тепре пахчасем çине тăсăлса пынă.

Тихха нумаях та каяйман, пĕр хăйăлти сасăллă йытă лемлетсе илнĕ те хÿреллĕ тусĕсене ыйхăран вăратнă, унтан пĕр йытă хыççăн тепри сике-сике тухнă, тăкăрлăк хĕрринче Тиххана хупăрласа илнĕ, шăл йĕрсе хăрăлтатнă. «Тепе, тепе! Эсир мана палламастăр-и, янаварсем? Тихха эпĕ, Тимкка Тиххи», — тесе йытăсене тархасланă вăл. Улахран таврăнакан икĕ каччă шĕвик шăхăрса килсе тухман пулсан, вăл кунта чылаях тăнă пулĕччĕ, тен, сăхман арки те пĕрпĕр йытă çăварĕнче татăлса юлнă пулĕччĕ.

Вăл Варлам чÿречине шĕвĕр пÿрне вĕçĕпе темиçе хутчен шăкăртаттарнă хыççан, Матĕрнен хыпăнса ÿкнĕ сасси илтĕннĕ:

— Кам унта?

— Эпĕ, Тихха… — тенĕ хашкаса сывлакан этем, сивĕ чÿрече кĕленчине тутипе перĕнсе.

— Мĕскер?

— Вăрлама вĕлернĕ, — хайĕн сассинчен хăй хăраса каланă Тихха, шикленсе урам еннелле çаврăнса пăхнă.

… Весем Матĕрнепе иккĕшĕ Вăрлама çунашка çине хурса сĕтĕрсе килчĕç. Матĕрне çав каçах Тиххана, хыçлă çуна кÿлсе, Çатра ялне юмăç патне кайма хушрĕ. Автансем виçĕ хутчен авăтнă çĕре Тихха юмăç карчăка илсе çитерчĕ.

Карчăк алăк патĕнче кĕрĕкне хывнă-хывманах йăпăртатса хаклашма тытăнчĕ:

— Манран сип, сиртен мул, —тесе пуçларĕ вăл сăмахне.

Юмăç карчăк тÿшек çинче выртакан Варлам умне пырса тăчĕ, чĕлхе вĕçĕпе виçĕ хутчен тĕхлетсе сурса илчĕ те тимĕр чĕлхи мăкăртата пуçларĕ:

— Çичĕ тинĕс леш енче тимĕр утрав, тимĕр утрав çинче тимĕр пукан, тимĕр пукан çинче ашапатман карчăк ларать. Ашапатман карчăк çăварĕнче пĕр шăл, кутĕнче пĕр тĕк…

Матĕрне, чĕлхе-çăвар енчен хăй те чараксăр пулсан та, карчăк асар-писер сăмахсем, хăлхана йĕрĕнтерекен намăс такмаксем калама тытăнсан, тепĕр пÿлĕме тухса кайрĕ, хура янахлă мăнкăлтăк çурнине итлесе ларчĕ, унăн карчăка алăкран тапса кăларас килчĕ, анчах вăл юмăç кĕлли харама ан кайтăр, хăйне усал-тĕсел ан çыпăçтăр, кил-çуртран ырă куйкăрăш кайăк тухса ан тартăр тесе, çиллине пусарма тăрăшрĕ.

Карчăк пуян килте пĕр эрне пурăнчĕ, вăл Варлама ура çине тăратма çичĕ вĕçен кайăк тытса пама хушрĕ. Варлам ывăл ачи Колякка хăйĕн тусĕсемпе пĕрле чăнах та çичĕ кайăк тытса килчĕ, вĕсене пурне те, урисене курăкпа çыхса, юмăç каланă пек, мунчана хупрĕ. Варлам тăна кĕмерĕ, анчах унăн шăнса пăсăлнă кăкăрĕ, шалта хĕлĕхсем туртăнса тăнă пек, хăйăлтатса вăйлă сывларĕ. Матĕрне упăшкине, шăлĕсене калекпе хайăрса, пыл шерпечĕпе сĕт ĕçтерчĕ. Юмăç карчăк, çÿçне арпаштарса, мунчана кĕрсе кайрĕ, вĕçен кайăксен пуçĕсене тата-тата илчĕ.

Карчăк, кайăксен чĕлхисене хурса, пĕр юсман унарĕ, пĕçернĕ чух çатма çине виçĕ хут сурса илчĕ, такмакне Матĕрнене илтмелле мар пăшăлтатса каларĕ.

— Эпĕ те илтем, инке! — терĕ Матĕрне.

— Юрамасть. Эпĕ усал-тĕселпе калаçатăп. Варлама чĕлхеллĕ тума тимсĕлсе ыйтатăп, — терĕ карчăк. Хăйне, чăнах та, куçа курăнман ырăпа усал сывлăшсен юратнă тусĕ пек мăнкăмăллă тытрĕ, пăшăлти такмакне каласа пĕтерчĕ те икĕ аллине пилĕк çине лашт хучĕ.

Матĕрнепе Колякка икĕ эрне ытла Варлам умĕнчен каймарĕç, пĕри тĕлĕрсе кайнă хушăра тăна кĕмен çын умне тепри пырса тăчĕ, вĕсем, кил хуçине вилĕм аллинчен çăлса юлас тесе, лапшака юмăçа та тиркесе пĕр сăмах та каламарĕç. Юмăç умĕнчен тутлă апат та, эрех те татăлмарĕ.

Аслă ывăлĕ Мĕтри те хăйĕн ашшĕне чĕртме тăрăшрĕ, анчах урăх майпа: вăл вулăсри больницăран виçе кунлăха пер тухтăра илсе килчĕ. Матĕрне укçа çинче выртакан çичĕ чула илсе пăрахрĕ, халиччен пуспа кăна шутлакан хăйĕн хыткукар чунне çемçетрĕ, тенкĕ çине куçарчĕ. Нумай вăхăт Варлам пуçĕ вĕçĕнче тăнă хăрушă вилĕм хуллен-хулленех хапхаран тухса кайрĕ те çĕрме пуянăн хаяр чунне, илеймесĕрех алă сулчĕ.

Варлам тăна кĕнĕ хыççăн та пĕр-икĕ кун, те вăйĕ çук пирки, те ахалех калаçас мар тесе, чĕнмесĕр выртрĕ, кайăксен чĕлхинчен тунă юсманăн юлашки татăкне тăна кĕрсен çăтса ячĕ. Ирхине, стена çинче хĕвел пайăркисем сиксе вылянă чух, Варлам нумай выртнипе ыратакан аякĕ çинчен тепĕр енне çаврăнса выртрĕ, малти пÿлĕмре кăштăр-кăштăр тутарса урай çунине илтрĕ те, симĕс чаршава аллипе сирсе, пĕр тытăнкăсăр сасăпа ыйтрĕ:

— Килте кам пур?

— Эпĕ пур! —тесе, Тихха хĕрĕ Натюк тухса тăчĕ.

— Мĕн тăватăн?

— Урай çăватăп.

— Матĕрне ăçта?

— Килтех. Таçта тухрĕ-ха. Чĕнмелле-и?

— Кирлĕ мар… — Варлам пуçне çĕклеме хăтланчĕ, анчах мăй шăнăрĕ туртса ыратнипе шăлне çыртрĕ, пачăр-пăчăр тар тапса тухнине сисрĕ, аллине кăкăрĕ çине хучĕ, алăран вĕçерĕннĕ чаршавĕ хупăнчĕ.

Натюк Матĕрнене чĕнме тухасшăнччĕ, анчах алăка уçма тăнă çĕре Матĕрне хăй те килсе кĕчĕ.

— Варлам пичче чиперех калаçрĕ, — терĕ Натюк.

— Чăнах-и? — сак çинче тĕлĕрсе выртакан юмăç карчăк сиксе тăчĕ те Матĕрне çине чăр пăхса илчĕ. — Каларăм-çке сана… Халĕ ĕнтĕ, Матĕрне, ху сăмаххунтан ан чак. Икĕ тăрăх пир, виçĕ пăт тулă çăнăхĕ, çирĕм…

— Ан кăранклат! Астăватăп…

Çак тапхăрта, пĕр эрне хушши, пурти шыва чăмнă пек, питĕ кунĕ çÿренĕ Матĕрнен питне ĕлĕкхи хаярлăхпа усал сăн килсе кĕчĕ, вăл шалти пÿлĕме кĕрсе кайнă чух чылай вăхăт кисренмен урай хăми малтанхи хут хускалса юлчĕ: юмăç карчăк карланкине йĕпетнĕ хыççăн пушаннă черккесем, сĕтел çинче чăнкăр-чанкăр туса, мĕскĕн сасăпа калаçса юлчĕç.

Варлам хуçа чĕрĕлсе тăма хатĕрленни çинчен ялта хыпар хăвăрт сарăлчĕ, хăшне хурлантарчĕ, хăшне савăнтарчĕ. Ашшĕ ятне çирĕп тытса тăракан Мĕтри хутортан килсе çитрĕ, Варлам пуçелĕкĕ çумне пырса ларчĕ. Вăл нумаях пулмасть вулăсра пулнă, чĕрине чикекен, шухăша ÿпне-питне çавăракан хыпарсем илсе килнĕ.

— Кала, Мĕтри, пурне те тĕрĕс кала, — терĕ Варлам, хăй пекех сарлака хулпуççиллĕ те сăхас пек çивĕч куçлă ывăлĕ çине пăхса.

— Хыпар нумай, ырри сахал, атте. Эсĕ халлĕхе тĕпчеме тăхта-ха. Вĕрĕлме пултарăн.

— Кала, пĕрне та ан пытар, — терĕ ашшĕ, чавси çине таянса тăрса ларчĕ, тÿмелемен кĕпе çухинчен хура та кăтра çăмлă кăкăрĕ курăнчĕ.

— Мĕскертен пуçлам-ши? Саншăн халĕ пур хыпар та çĕнĕ, кăмакаран тин пĕçерсе кăларнă кукăль пек.

— Тутли те пур-тăр, — терĕ ашшĕ, пăртакçă куланçи пулса.

— Тутли çукпа пĕрех, атте. Сывлăху тĕрекленсе пыни маншăн чи хитре хыпар.

— Хытă амантрĕ мана Михаля, анчах вĕлереймерĕ. Çук! — терĕ Варлам, мухтаннă пек пуçне ухса илме тăчĕ, анчах суранĕ ыратни ăна чăрмантарчĕ. Пĕтĕм ÿчĕ сăр-сăр туса илчĕ, вăл каллех минтер çине ерипен тĕшĕрĕлсе анчĕ. — Варлама, ачам, чăваш чустинчен туман, хурçăран шăратнă, сăвап шывĕпе шăварнă. Вăрлама вĕлереймĕн. — Варлам сылтăм аллине чăмăрларĕ те çамки çине хучĕ.

Ывăлĕ ашшĕн çамки çинче тарăн йĕрсем хушăннипе, тăнлавĕсем çинче кăвакарнă çÿç пайăркисем выртнине курчĕ.

— Ăçта халь Ямшăк Михали? —ыйтрĕ Варлам.

— Вăл салтакра çÿрет, пире хирĕç.

— Пире майлисем пур-и?

— Пулмасăр.

— Халĕ апла икĕ çар.

— Иккĕ. Хĕрлисем те шуррисем.

— Ых, манăн Ямшăк Михалипе тытасчĕ те вут çинче çара уран ташлаттаратчĕ!

— Ташлаттарма хĕн, атте. Хамăр пуçа турта лекмесен юрĕ.

— А-ах! — тесе йывăррăн сывларĕ Варлам, темле хытă сăмах калас пек, ывăлĕ çине пăхса илчĕ.

— Вулăсра пултăм, — терĕ ывăлĕ.

— Асли кам унта?

— Хамăр ял тимĕрçи Изотов. Пуян çынсене çарăк кăларнă пек тăпăлтарать. Барон фон-Зинберген таçта тухса тарнă, Унăн çуртĕнче халĕ халăх çурчĕ.

— Барона çав кирлĕ! Вăл пирĕн пек çынсене чĕрне хури вырăнне те хумастчĕ, «чăваш» тесе кăна хăртатчĕ.

— Эсĕ халĕ унăн çуртне кĕрсе курасчĕ. Çăпаталлă çынсем чăн тулли çÿреççĕ, чăвашла та, тутарла та калаçаççĕ. Ан савăн!

— Мĕншĕн савăнас мар? Баронсене силлеччĕр!

— Хамăра силлеме тытăнсан…

— Пулĕ, ачам, пулĕ…

— Сан унта капансем ытла каçăрăлса лараççĕ, атте.

Хĕрcе канашлама тытăнас чухне чÿрече умĕнче юр кăчăртатни илтĕнчĕ, такам чÿрече хашакĕнчен туяпа шаккарĕ.

— Халăх çине! Вулăсран çын килнĕ! — илтĕнчĕ Исай сасси.

— Куллен халах, халăх та халăх! —терĕ малти пÿлĕмре Матĕрне.

— Каясчĕ те, вăй çук, ÿте темле ие чăмласа кайнă пек туйăнать, — терĕ Варлам, шухăша кайса, куçне хупрĕ. Ывăлĕпе ашшĕн чĕререн канашлама пулмарĕ.

— Ман килес! — çăмăллăн килсе кĕчĕ Тихха, шалти пÿлĕм алăкĕ умне пырса тăчĕ, мулкачă тирĕнчен çĕлетнĕ кукша çĕлĕкне хывса пуç тайрĕ. — Сывалатăн-и, Варлам хуçа? —терĕ вăл хаваслă сасăпа.

— Сывалатăп, Тихха пичче, вилместĕн, — терĕ Варлам, унан сассинче, Тихха кĕтнĕ пек, ăна тав тунă туйăм сисĕнмерĕ, хăйне пысăк хуçа пек тытни палăрчĕ. — Санăн, Тихха пичче, халăх çине каясчĕ, кайран вара ман пата кĕрсе тухасчĕ.

— Юрать, юрать, — терĕ Тихха, пуçне сулса илчĕ те. алăка шăппăн хупса, тухса кайрĕ.

Аслă ывăлĕ капансем çинчен каланине асран ямарĕ Варлам, чылай вăхăт çывăрнă пек шухăша кайса выртрĕ. Чăнах та, сакăршар ураллă капансем таçтанах курăнса лараççĕ, пĕтĕм ялти халăх куçне вĕчĕхтереççĕ. Самана пăтраннă вăхăтра вĕсемпе мухтанма çук.

— Кил-ха, карчăк! — терĕ вăл, йывăр шухăшĕсене çăмăллатас пек, пуçне ал лаппи çине хучĕ.

— Мĕн вара? —терĕ Матĕрне, Натюкпа шăппăн калаçса Тăнă çĕртен упăшки умне пырса тăрса.

— Мĕн иккенĕ паллă, карчăк. Натюк халĕ яла тухса кайтăр, хĕрарăмсене ыран авăн çапма каласа тухтăр.

— Халех-и, Варлам пичче? — терĕ Натюк.

— Халех килтен киле çÿре!

— Тÿлев пирки мĕнле калас, Варлам пичче?

— Çын пуçне тăватă кĕрепенкке пăрçа çăнăхĕ.

— Халĕ тăваттă та нумай. Выçлăх. Ялта чылайăшĕн паян чĕре сури тумалăх та çăкăр çук, — терĕ Мĕтри, ашшĕ çинчен куçне илмесĕр.

— Эсĕ, Натюк, перекете пĕлсе, кĕлте тавăрма хĕрачасене чĕн. Весене, пĕчек шĕшлĕсене, икшер кĕрепенкке те çитет, — терĕ Матĕрне.

— Миçе çын чĕнес? — ыйтрĕ Натюк.

— Çирĕм тăватă хĕрарăм, тăватă хĕрача, — терĕ Варлам. — Чим-ха, Натюк, — хушса хучĕ вал, — ку хамăр хушăра кăна пултăр. Яла сас-чÿ кăларас пулсан, мăйна пăрса

татăп та шалча çине тирсе лартăп. Авăн çапма пуçласанах, аçупа иксĕр вите айĕнче шăтăк чавăр. Малля та тухтăр.

Натюкпа Матĕрне тухса кайнă хыççăн Варлам çурчĕ умне тимĕр кăвак лаша кÿлнĕ хыçлă çуна çитсе чарăнчĕ. Шыв арманĕн улпучĕ Корней Хрисанович ури çинчен бархат паласа илчĕ, çуна хыçĕ çине уртăнтарчĕ те сиксе анчĕ; сухалне ÿчĕ кăвакариччен якатса хырнă вăл, куç айĕсем хăмпăланса тăраççĕ — юлашки кунсенче сахал çывăрни те, тарăхни те сисĕнет.

Вăл ямшăкпа лаша çине пăхса та илмерĕ, тÿрех хапхаран кĕрсе кайрĕ. Таврари паллă та ăслă улпут хăй патне пырса тухни, ăна хисеп туни Варлама питĕ савăнтарчĕ, ĕлĕкрех вăл Варлампа юнашар ларма кăмăл тăвакан марччĕ, чăваш пуянĕсенчен ютшăнатчĕ.

Самана хуранти шыв пек явăнса вĕренĕ чух улпут хăйне ăçта та тулсан тайăнма тĕрев шырать, халĕ ăна, чĕрни мăкалса пыракан ватă хурчкана, ула курак пек Варлам та шанчăклă тус вырăнĕнче туйăнать: хаяр хумсем çийĕн силленекен самана сакки çинче ларса пыма юлташсем кирлĕ.

Корней Хрисановича алă парас тесе, Варлам тăрса ларма хăтланчĕ, анчах улпут ăна хулпуççинчен аллипе тытса чарчĕ:

— Ан тăр, выртах, вырт! О, Варлам чĕрĕлни çинчен илтсен, телей çуни çинчи пек сиктерсе çитрĕм. Калаçса ларма пире илемлĕ пулĕ. Эсĕ мĕнле, аван-и, Дмитрий Варламович! —терĕ вăл Мĕтрие, унăн аллине икĕ алли хушшине хĕстерсе чăмăртарĕ.

— Эсĕ килни питĕ аван, Корней Хрисанч, анчах хыпар-хăнар ырă мар, — терĕ Варлам, улпут çине путса кĕнĕ куçĕсемпе пăхса.

— Ан та кала ĕнтĕ, тусăм. Чăвашсене пĕтереççĕ, сывлама та памаççĕ. Чăваш хутне кĕресех пулать.

— Тĕрĕс сăмах. Эсĕ ак, вырăс пулсан та, чăваш хутне кĕресшĕн.

— Мĕн вырăсĕ унта! Эпĕ чăваш çĕрĕ çинче пурăнатăп…

— Çапла ара, çапла… Мĕн тăвăпăр-ха, Корней Хрисанч? Хамăра ÿпне-питне яричченех кĕтсе ларăпăр-ши?

— Мăйран килсе пăвичченех ларма юрамасть, — тесе улпут сиксе тăчĕ те уткалама тытăнчĕ, унăн куç айĕнчи тирĕсем чĕтресе илчĕç, — Пур çĕтĕк-çатăк ĕрĕхсе кайнă, халиччен сухапуç кăна тытма пĕлнĕ йĕксĕксем власть илесшĕн.

— Илнĕ те ĕнтĕ, — терĕ ним чĕнмесĕр шухăша кайса ларакан Мĕтри.

— Çĕтĕксем йĕм сапласа ларнă чух пирĕн пĕрлешмелле, карма çăварсен тирĕсене чÿпĕк чикмелле, халăха хамăр енне çавăрмалла. Халăх куллен пухура кĕрлет. Мĕншĕн пирĕн пупсем мăрана тухнă? Мĕншĕн вĕсем ÿкĕтлемеççĕ халăха? —улпут Варлам умне пырса тăчĕ.

— Çапла ара, Корней Хрисанч, хамăр алăри йĕвене лăшт ятăмăр та, çĕтĕксем пур çĕрте те тиха пек кĕçенсе çÿреççĕ, пире тапма пăхаççĕ, — Варлам, ыратнине манса, тăрса ларчĕ.

— Йĕвене кĕмен тихасем çиме ыйтаççĕ, санăн капанусем çине хăрăнса пăхаççĕ, Варлам тусам. Асту, тырпул харама кайма пултарĕ.

— Аманса хур пултăм-çке, Корней Хрисанч.

— Çаптар та пытар, тусам. Хĕрлисем аллине тырă ан лектĕр!

— Çунтарса ярăп, анчах вĕсене памăп, — терĕ Варлам, ăслă шухăш ыйтса йăлăннă пек, улпут çине пăхса илчĕ. — Лерелле мĕнле пулĕ-ши, Корней Хрисанч? Самана хуранĕ айĕнче хăçан вут çунма пăрахĕ?

— Самана хуранĕ тин вĕреме тытăннă, малашне вăл тата та хытă явăнса вĕремелле. Пысăк пулăсем шÿрпене лекиччен тарса пытанма васкаççĕ. Барон фон-Зинберген никама та систермерĕ, таçта тухса сикрĕ. Эпир ыйха кайса выртатпăр, хамăра саманан вĕри хуранне сиктерессе кĕтетпĕр.

— Пирĕн ăс çитмест, — терĕ Варлам, — ман пек чăвашăн ăсĕ кахал, хыçалтан кăна сĕтĕрĕнсе çÿрет. Эсĕ каласа ăнлантар, Корней Хрисанч!

— Кунти çĕтĕк-çурăксене çăварлăх кирлĕ. Çăварлăхне кунта мар, Хусанта кăна тупма пулать. Халĕ, усал çилсем ытла хытă вĕрме тытăниччен, Хусана тухса каймалла, хамăр пек çынсен ушкăнĕпе канаш тытмалла. Дмитрий Варламович пырсан, питĕ те аван пулатчĕ, канашлура чăваш сасси те кирлĕ.

— Кайăр ара, кайăр. Эсĕ, Мĕтри, пуçтарăн! —терĕ Варлам. Малти пÿлĕмре алăк уçăлса хупăнни илтĕнчĕ, такам, хай килнине систерсе, пĕрре ÿсĕрсе илчĕ.

— Кам унта? —терĕ Варлам.

— Эпĕ, Тихха…

— Кĕр кунта.

Тихха малтан хăюллах пырса кĕчĕ, анчах, арман улпутне курсан, унăн хăравçă чĕри сиксе тухас пек тапма пуçларĕ. Вăл Варлам умĕнче пĕр хут мар, виçĕ хут ытла пуç тайрĕ, арпашăнса кайнă çÿçне чылайччен майласа тăчĕ.

— Каласа пар ĕнтĕ! —терĕ Варлам, ун çине çиллес пăхса илсе.

— Мĕн каласа парасси, — терĕ Тихха, урайне пăхса. — Вулăсран килнĕ çын пĕр хут вуласа пачĕ.

— Хутĕнче мĕн çырнă? —терĕ улпут.

— Ман хăлха сăмаха тытма пĕлмест-çке. Пĕр хăлхинчен кĕрет те тепринчен тухса каять.

— Çапах пĕр сăмах та пулин юлчĕ пулĕ? —терĕ Варлам, Тиххана хăратса пăрахасран шикленнĕ пек йăваш сасăпа.

— Чухăнсене хăйма, пуянсене тинкĕле тенĕ пек ăнлантăм эпĕ.

— Палюк староста пыма»ччĕ; и? — ыйтрĕ Варлам.

— Вăл тухса каларĕ те халăх пушшех шавласа кайрĕ. «Çăварна хуп! »—тесе такам кăшкăрчĕ, вара кĕрлеме те шавлама пуçларĕç. Тĕркĕшÿ пулас пек туйăнчĕ. Эпĕ тухрăм та вĕçрĕм.

— Хусана каясах пулать, — терĕ улпут, тухса кайма хатĕрленсе.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

2

Исай пичче килтен киле туйипе шаккаса тухман кун та иртмест, хăш кун икĕ хут та шаккаса çаврăнать.

Паян та ир-ирех шаккаса çÿрет.

— Хурал пÿртне! Халăх çине! —тесе кăшкăрчĕ вăл, Макçи хапхинчен туйипе шаккаса.

— Мĕн халăхĕ тата? — ыйтрĕ вутă çĕклесе кĕрекен Иркка амăшĕ.

— Вулăсри Совета çын суйламалла, мăкаçей кĕлетне вăрлăхлăх тырă хурас пирки калаçмалла! —терĕ Исай.

— Сирĕн халăх та пуху, пуху та халăх, вĕçе те çук, — терĕ вăл, пÿрте кĕчĕ те упăшкине пăсăрлантарма пуçларĕ.

— Çиме çăкăр çук, выльăх валли хатĕрленĕ мăян çăнăхĕпе пурăнатпăр. Эсĕ пур, куллен халăх çине чупатăн. Халĕ ăçта кайма пуçтарăнатăн-ха, сăхманна тăхăнса? Каллех хурал пÿртне-и? Сана Çеркки хăйпе пĕрле пыма чĕнчĕ-çке, вунă кĕрепенкке çăнăх паратăп, терĕ.

— Ан янăраса тăр-ха текех, халĕ те Çеркки патне кайма тăнăччĕ, — терĕ Макçи, кăмăлсăр пулса.

— Çапла кала çав… Эпĕ кунĕн-çĕрĕн пĕтĕрĕнетĕп. Эсĕ урлă выртана тăрăх çавăрмастăн. Ав. — терĕ вăл, Иркка çине çиллес пăхса, — сан юлташусем Варлам патне авăн çапма каяççĕ, кунне икшер кĕрепенкке пăрçа илсе килеççĕ. Эсĕ шкула чупма çеç пĕлетĕн… Кай Варлам патне авăн çапма…

— Каяс текен—кайтăр, эп каймастăп, — татса хучĕ Иркка. Вăл кĕнекисене сумкăна майлаштарса чикме тытăнчĕ,

— Пурте хирĕç, пурте хирĕç, чĕне ан хур!.. — çухрашса илчĕ амăшĕ, тен, вăл Ирккана хĕнесе те тăкĕччĕ, анчах çак самантра пÿрте Чинук килсе кĕчĕ.

— Мĕн çĕмĕретĕн, инке? —терĕ вăл, алăка шалт хупса.

— Ара, текех халăх хăвалаççĕ, текех…

— Эсĕ, инке, уншăн ан ятлаç, —пÿлчĕ Чинук инкĕшне, — халĕ халăх талăкра виççĕ те пухăнĕ. Елĕкхи пек староста çук, пĕтĕм ĕçе халăхпа тăваççĕ. Çĕнĕ йĕрке…

— Чинук, —терĕ Макçи. — Эсĕ Çерккисен тĕлĕнчен иртсе килтĕн пулас. Мĕн тăватчĕ вăл? Кайма пуçтарăнать-ши?

— Хапхи умĕнче Люшшапа тăратчĕ.

— Люшша таврăннă-им? —тĕлĕнчĕ инкĕшĕ.

— Тин таврăннă пулмалла. Сăмсине шурăпа çыхнă. Люшши-Çеркки çăва патне-ха, — терĕ Чинук, сăхман кĕсйинчен хут кăларса. — Иркка, çакна вуласа пар-ха, тĕшмĕр- тетĕн-и?

— Мĕн хучĕ вал? — ыйтрĕ пиччĕшĕ.

— Ара, ĕнер халăх çинче вуласа пани. Шупашкартан янă терĕç-çке… Чăвашла.

— Хăвах вула-ха, йăмăкăм. Эсир Лисукпа иксĕр самаях пуккăсем паллаканччĕ, — терĕ Макçи.

— Эпир Лисукпа шкула пĕр кун та кайса курман, кÿршĕ Микулайран анчах вĕреннĕ вулама та. Кунта шкула çÿрекен çын пур, манран аванрах вулĕ, — терĕ Чинук.

— Вула-ха, вула, Иркка, итлер, — хушрĕ ашшĕ.

Иркка саккун хучĕсене те вулама пултарни амăшĕн çиллес кăмăлне йăлтах сирсе ячĕ, унăн хĕрĕ вуланине итлесе савăнас килчĕ, вăл вара Иркка çумне пырса ларчĕ.

Хĕрача хăй те хĕпĕртерĕ. Чинук аппăшĕ панă пĕр тăваткăл хута илчĕ те, саспаллисене çыпăçтара-çыпăçтара, пĕр сăмаха ик-виçĕ хут-каласа, вулама пуçларĕ:

«Халăх ирĕкĕпе, Пĕтĕм Российăри рабочисен, салтаксемпе хресченсен депутачĕсен съезчĕн ирĕкĕпе Вăхăтлăх правительство ÿкрĕ, пур çĕрте те влаçа Революциллĕ Советăн тата рабочисен, салтаксемпе хресченсен депутачĕсен комитечĕн аллине панă. Шупашкарти революциллĕ рабочисен, салтаксемпе хресченсен Совечĕ влаçа хайĕн аллине илчĕ. Власть тытăмĕн органĕсем хăйсен вырăнĕнче юлаççĕ. Вăхăтлăх правительство комиссарĕсем вырăнта шутланмаççĕ.

Хресченсем, рабочисемпе салтаксем — юлташсем, сире мирлĕ пурнăç, çĕр, çăкăр кирлĕ пулсан, çапăçса илнĕ ирĕке хăвăр аллăрта хăварас тесен, Советсене пулăшса пырăр, вĕсене пуянсем тапăнасран хÿтĕлĕр. Советсем хушса каланине туса пырăр. Вăл каланисене пăхăнса пыманнисене революциллĕ суд ответ тыттарать».

Иркка вуласа тухнă хыççăн Макçи сарă тăваткăл хута илчĕ те темиçе хутчен çавăркаласа пăхрĕ, халиччен чăваш ялĕнче пулман хăшпĕр сăмахсене ăнланса илеймерĕ, анчах хаклă та илемлĕ хут çинче мар, пулă чĕркесе сутмалли сарă хут çинче килнĕ саккун шухăша ячĕ, чĕрене пырса тиврĕ. Ахаль кăна хут, анчах ăна Станук Макçи кăна мар, пĕтĕм халăх кашни саспалли таран пĕлме тăрăшать: хут пĕлекен вулать, пĕлменни итлет.

— Апла самана ÿпне-питне çаврăнса кайрĕ пулать, — терĕ Иркка амăшĕ.

— Çаврăнтăр çав, çаврăнтăр! Мăшкăл тÿсни çитет, — терĕ те Чинук Макçи çине чăр пăхса илчĕ. — Еплерех, пичче?

— Ответ тыттармалла тенĕ-ха кунта, йăмăкăм. Кама? —терĕ Макçи, ĕнсине хыçса.

— Совет каланине итлемен çынсене, пичче.

— Пирĕн ялта кама?

— Сана та лекме пултарать.

— Урлă-пирлĕ калаçса ан лар-ха, Чинук.

— Эпĕ сана тĕрĕссине калатăп. Леш Вăхăтлăх влаçĕ пире çара пакарта тăратса хăварчĕ. Вулăсри Хролох комиссар чухăнсен пĕтĕм тыррине шăлса тухса кайрĕ, патшалăха питĕ кирлĕ, терĕ. Итлерĕмĕр, çăвара карса юлтăмăр. Халĕ ĕнтĕ пуянсем хăйсен тыррине тиеççĕ те шăхăрса ялтан тухса каяççĕ, мул çумне мул хушаççĕ. Чее çынсем тырăпа Чулхулана каяççĕ, хĕрлĕ таварпа, тăварпа та краççынпа улăштарса килеççĕ. Çеркки пуян çын та марччĕ, хăмла пекех хăпарса кайрĕ, сутă тăвать, пире чике тăршшĕ лартать. Эсĕ ун патне урăх ан кай, темле инкеке пырса çакланăн. Суд умĕнче ответ тыттармалла, тесе ахаль çырман çак хут çине.

— Иркка, — терĕ сасартăк ашшĕ. — Чуп-ха Çеркки патне, атте лава пыраймасть, те, урине çăпан тухнă, те.

Иркка иртенпе тулашса вăрçакан амăшĕнчен хăтăлма сăлтав тупрĕ, сăхманне тÿмеленĕ-тÿмелеменех пÿртрен сирпĕнсе тухрĕ. Сывлăш янкăр уçă. Шăнса хытнă çĕр ура айĕнче янăраса тăрать. Кăçал кĕр вăрăм килчĕ, кăпăш юра çилсем вĕçтерсе пĕтерчĕç те, çĕр каллех çаралса юлчĕ. Иркка пахча алăкне уçса пăхать, кунтан Варлам анкартийĕ лайăх курăнать. Тăваттăмĕш кун ĕнтĕ халăх кĕрлет, кунĕн- çĕрĕн авăн çапать. Арçын тарçăсем капансем çинчен кĕлтесене вăр та вăр вăркатаççĕ. Икĕ хĕрарăм тырă кăшăлне икĕ кĕреçепе çавăраççĕ. Çилĕ тÿлек пирки çÿлелле ывăтнă тулă хывăхĕ айккинелле инçе-инçе тусан йăранĕ пек тăсăлса каять те лаша çилхи хумханнă евĕр çĕре анать. Хĕрарăмсем тăватă ушкăна уйрăлса çапаççĕ. Вĕсем çĕре чĕтретни ташă кĕвви пек илтĕнет. Саккун хутне вуланă хыççăн савăннă Иркка чăтса тăраймарĕ, алăк умĕнче пĕр-икĕ хут тăпăртатса та илчĕ.

— Ташласа тăратăн мар-и тата? —хаяр сасăпа çухăрчĕ амăшĕ, пÿрт алăкне уçса.

— Халех кайса килетĕп! — терĕ те урамалла чупса тухрĕ Иркка.

Урамра çын курăнмасть. Анкарти енчи тăкăрлăкран аслă çул çине йывăр тиенĕ ултă лав тухрĕç. Варламăн утăпа сĕлĕ çинче тăракан çăмарта пек яка лашисем тип-тикĕс утаççĕ, купарчисем çине тулли шыв курки лартсан та тăкăнас çук. Пурне те илтме, пĕлме те тĕпчеме юратакан Иркка, пĕчĕкçĕ пулин те, ял хыпарне йăлтах пĕлсе тарать, хăлхи ун халăх хушшинче çÿрекен юмах-сăмаха серепе пекех ярса тытать, перекетлĕ усрать, никама та каласа памасть. Халĕ Варлам ывăлĕ Чулхулана «спекулянсă» тума кайнине те пĕлет вăл.

Иркка ĕнер ашшĕ хушнипе Тиххасем патне хăйра илме кайрĕ те унтан пĕр хыпар илтсе килчĕ, Лисук аппăшĕ калашле, хыпар чăптине тата тепĕр пĕрчĕ хушрĕ. Ашшĕпе Натюк тем пирки вăрçса кайрĕç, ашшĕ апат пĕçерме хушрĕ пулас, Натюкĕ: «Манăн вăхăт çук, Варламсем патĕнче михĕ сапламалла, ыран Чулхулана тухса каяççĕ», — терĕ те алăка шалт хупса тухса кайрĕ. Чăнах та тĕрĕсех пулчĕ, ултă лав хурăнлă çул çине тухаççĕ, чи малти урапа çинче сăмсине шурăпа çыхнă Люшша ларса пырать.

Урам тепĕр енчен Антун килсе тухрĕ, урапа çине ик-виçĕ михĕ хунă, çиелтен чăптапа витнĕ. Антун мĕнле шухăшпа пурăннине те Иркка пите лайăх пелет. Антун пуян çын марччĕ, чухăнпа пуян хушшинче лĕпсĕртетсе пурăнатчĕ, унăн ачисем Иркка пекех çăпатапа çÿретчĕç. Халĕ ĕнтĕ ачисем çийĕнче — пальто, урисенче — пушмак.

Антун пушкăрт лаши текел пĕчĕкçĕ те пĕкĕрĕлчĕк учĕпе пасартан пасара çÿрет, ачисене хутран-ситрен кулач çитерет. Ун çинчен ача-пăча хушшинче çÿрекен витлев такмакĕ пур:

Антун арманта,

Куçĕ-пуçĕ Хусанта.

Укçа-тенкĕ пуçтарать,

Кунĕн-çĕрĕн сут тăвать.

Елĕк пулнă тăмана,

Халь тухасшăн пуяна.

Лашине лĕпсĕр-лепсĕр юрттарса пыракан Антуна леш халăх хăваласа çÿрекен Исай старикпе пĕр-икĕ çын тĕл пулчĕç.

— Ан васка, шăллăм, — терĕ Исай старик, — Хусан хули çунмасть пулĕ.

— Ăçталла, Антун? —ыйтрĕ тепри.

— Халăх пухăнать. Халăх çине каймалла.

— Эсир ирттерĕр-ха пухăвне. Эпĕ хам çулпах каям… — терĕ Антун.

— Каллех çармăса-и?

— Кирек ăçта пултăр! Но-о! —хăваларĕ Антун лашине.

Антун халĕ анчах çармăсран таврăннă. Унта пер пăт çăнăх илсе кайнă та пĕр лав пушăт илсе килнĕ. Ялти çынна çăпата питĕ кирлĕ. Выçă лар та çăпата ил — унсăрăн тухса çÿреймĕн. Антун пĕр пăт çăнăхла илсе килнĕ пушăта сутса ячĕ, сакăр пăт çăнăх илчĕ. Пуяс шучĕ Антуна канăç памасть, хăшпĕр чухне унăн пÿртĕнче çĕрĕпех çутă пур.

Çерккин вырăсла хапхи умĕнче Иркка чарăнса тăчĕ. Кантур пекех туйăнать кунта, чĕнтĕрлĕ хапха… Леш букварь кĕнекинчи Сармантей хапхи пек, уçăлать те хупăнать, çын кĕрет те çын тухать, вĕсем хушшинче мăкăртатаканни те, çилленсе тутине çыртса Тухаканни те пур.

— Хыткукар Укахви хăй те типсе кайнă, чунĕ те хытса кайнă, кĕрĕк татăкĕ пек. Пăх-ха эсĕ ăна, выçă çын тирне сÿме хапсăнать.

— Пуçне пултăр, — тесе хапхаран ерипен Тухрĕ ула-чăла кивĕ сăхман тăхăннă пĕр чăваш, вал хапхана хупмасăрах хăварчĕ, хурал пÿрчĕ еннелле танккарĕ.

Иркка, кун пек чăкăлтăш пÿрте кĕме хăяймасăр, уçă хапха умĕнче чылай тăчĕ. Килкарти варринче икĕ урапа. Çеркки урапа çине тиенĕ çăнăх миххисене брезентпа витсе çыхать.

«Эх, пĕр урапи пиреччĕ», — ăмсанса шухăшларĕ Иркка.

— Мĕскер пăхса тăратăн унта? Кĕр, — çухăрса илчĕ кĕлет кĕтесĕнчен Çеркки арăмĕ.

Иркка шартах сикрĕ.

— Кĕр те мана пулăш! — хушрĕ леш.

Иркка килкартине кĕчĕ, Çеркки патне пырса ашшĕ пырайманни çинчен пĕлтерчĕ.

— Мĕншĕн пыраймасть тата? — ыйтрĕ Çеркки.

— Ун урине çăпан тухнă…

— Ун, ухмахăн, пуçне çăпан тухман-и тата? —çилленсе каларĕ Çеркки. — Эпĕ ăна вунă кĕрепенкке паратăп-çке. Çăварне çăкăр ахалех кĕрсе ÿкессе кĕтсе çăпан ÿстерет пулĕ, кахал. Выçă ларатăр пулĕ-ха?

— Пĕр пăт парсан та пыраймасть, пирĕн килте выльăх валли авăртнă мăян çăнăхĕ пур, Эпир выçах лармастпăр- ха, — терĕ Иркка.

— Хе-хе-хе! — кулса ячĕ Укахви, унăн кулли çăварĕнче кусса çÿренĕ пек туйăнчĕ. — Апла эсир выçах мар-ха! Пĕлмен эпĕ. Сирĕн тулă кулачĕ те пур-тăр?

— Тулă кулачĕ çук. Эпир мăян çăнăхĕнчен кулач пĕçеретпĕр, — терĕ Иркка, тăрăхланине чухласа.

— Тен, сирĕн çакăн пекки те пур? —ыйтрĕ Укахви, хăй хăма арчаран хĕрлĕ пиçиххиллĕ шурă пĕремĕк кăларчĕ те Иркка еннелле тăсрĕ.

— Шурă тăмран тусан пулать, — терĕ хĕрача.

— Хирĕçме ăста тата. Хирĕçсе тăриччен пулăш-ха мана çак арчана çĕклесе лартма.

Çеркки пичче ахаль кăна хресчен кĕлетне тăрăхла кантăк каснă, тăп-тăп лавкка тунă, лавккинче тем те пур вара: çитсă, краççын, супăнь, сахăр, тикĕт, тĕрлĕ шăкăр-макăр…

Укахвие ялта ахальтен типшĕм Укахви тесе ят паман. Чăнах та, пуртарах çынсем тÿшек пичĕ тăвакан шупка- шупка ярăмлă хĕрлĕ çитсăран çĕленĕ кĕпи икĕ турат пек хулпуççи çинче çакăнса тăрать, кăкăр умĕ те турахуп пек тикĕс, унта пĕр ÿт пурри те сисĕнмест.

«Тутлă çиет хăямат карчăкĕ, хăй кантăр çинчи катемпи пек хăрушă, ула курак та хăраса тармалла, — тесе шухăшлать Иркка. — Пирĕн анне мăян çисен те чипер… »

— Сана, хĕрĕм, турă хитре сăн панă та аçу-аннÿне мул пама хĕрхеннĕ, — тесе кăштăртатса çÿрет Укахви лавкка сакки хушшинче. — Сана халĕ хÿхĕм кĕпе тахăнтарасчĕ, вара улпут херĕ пекех пулмалла.

— Эпĕ малашне, Укахви аппа, тем те пулма ĕлкĕрĕп-ха. Халĕ чăваш хĕрĕсене те вĕренме саккун кăларнă, — тет Иркка, хăй мăкăрти карчăк çине пăхма шикленет, мĕншĕн тесен унăн путса тăракан куçĕсем тĕссĕр те хаяр курăнаççĕ, çăкăр питне кĕрсе ларнă кăмрăк пек туйăнаççĕ.

— Самана, ачам, ытла пăтранса кайрĕ.

«Ку шуйттана çиллентерем-ха», — тесе шухăшлать Иркка, пĕвне ярт тÿрĕ тытса, çапла каласа хурать:

— Пирĕн самана çитрĕ ĕнтĕ, аппа. Эх, эпир вĕçетпĕр ĕнтĕ, Шупашкарта та, Хусанта та вĕренетпĕр, ямшăк çуни çине ларса вăшт кăна çÿретпĕр.

— Турра манса ан сÿпĕлтет, хĕрĕм, — тет Укахви, пĕремĕк арчине сак çине лартса. — Халĕ тем те кĕтме пулĕ, анчах — ырлăха ан кĕт. Халăх усалланса кайрĕ. Илтетĕн-и, хурал пÿртне çĕклесе çапас пек кĕрлеççĕ?

Лавкка умне пĕр карчăк пырса тăчĕ. Хĕрелсе кайнă куçне хăрах аллипе шăлкаларĕ.

— Ман килес, Укахви вăртахăм… — терĕ вăл мĕскĕн сасăпа. — Хамăр ялтах лавкка уçни питĕ ырă ĕнтĕ, мĕн каласси пур… Укçи кĕсъе тĕпĕнче çеç пулсан та, килмелле пулчĕ.

— Мĕн кирлĕ-ха? — унччен лăпкă калаçаканскер тÿрех хаяр сасăпа ыйтрĕ Укахви, хăй лавкка чÿречинчен пуçне тулалла кăларчĕ.

— Старик питĕ йывăр выртать. Тĕттĕмре ларма çук, текех пăхас пулать те…

— Хăйă ытларах чĕлсе хатĕрлеме ан ÿркен, — терĕ Укахви.

— Хăйă тĕтĕмĕпе чыхăнать те каçăхсах каять. Кÿршĕсем ÿпке чирĕ, теççĕ… Манăн кăшт краççын илесчĕ, — терĕ хĕрарăм, типсе кайнă аллипе Укахви енне керенке хучĕсене хăюсăр тăсса.

— Эпир укçалла сутаканнисем мар, халĕ тахăш укçана илсен аван, пĕлме çук, Ксенахунт пек çакăнса вилме те пулать.

— Мĕнпе илмелле апла?

— Çăнăхла.

— Пĕр кĕрепенкке краççыншăн мĕн чухлĕ кирлĕ вара? — ыйтрĕ хĕрарăм.

— Пĕр кĕрепенкке краççыншăн-и?.. Çеркки, эй, Çеркки! — кăшкăрчĕ Укахви, алăка уçса, — Пĕр кĕрепенкке краççынлан миçе кĕрепенке çăнăх кирлĕ!

—Кĕрепенкке краççыншăн-и? —шухăша кайса тăчĕ Çеркки, урапасем патĕнчи ĕçне пăрахсах сухалне шăлкаларĕ. — Пĕр кĕрепенкке краççыншăн тăватă кĕрепенкке çăнăх. Э, чим-ха, тăваттă мар, пиллĕк! Унтан ан чакар.

— Ара, эсир турра пачах маннă иккен, çыннăн виçĕ хут тирне сÿсе илесшĕн, — терĕ хĕрарăм, пĕççине шарт çапса.

— Ку вăхăтра краççын шыраса пăх-ха. Ăçтан тупатăн? —пуçне чалăштарса йĕкĕлтерĕ Укахви.

— Краççын! мĕн вăл? Эсĕ ку вăхăтра тыррине тупса пăх-ха! Выçă ларатпăр-çке. Ай, тупата, эсир, икĕ ăçтиçук, çын мар иккен, йăлт шуйттана тухнă, çамкăрсем çине мăйрака шăтасси çеç юлнă. Халăх ылханĕ çиттĕр сире, асат хуçтăр, кукăрттар! —терĕ тарăхса çитнĕ хĕрарăм пĕтем урам илтмелле янăракан сасăпа. —Чыхăнăр хăвăр краççынăрпа! Ай, тур-тур, çĕнĕ пуянсем епле пулса кайнă. Килĕр-çуртăр çунса кайтăр, кĕлĕ çинче вĕлтĕрен ÿстĕр!

Çĕр çинче мĕнле кăна усал сăмах пур, пурне те аса илсе ылханса утакан хĕрарăм сасси чылайччен янăраса тăчĕ. Иртен-çÿрен çынсем ăна чарăнсах итлесе тăчĕç.

— Питлешме пĕлет тата, апăрша, — терĕ Укахви нимĕн те пулса иртмен пек лăпкăн, вăл халăх вăрçса ылханнине куллен тенĕ пекех итленĕ, хăнăхса çитнĕ, çавăнпа та унăн кăмăлĕ пĕрре те пăсăлмарĕ.

Малалла Укахви пĕр ĕç те хушманнине кура Иркка кĕлетрен тухма хатĕрленчĕ, тусанланнă сăхманне шăлкаларĕ.

— Эсĕ кайрăн та-и? —терĕ Укахви. — Ĕçленĕшĕн сана пĕр пĕремĕк памаллаччĕ. Акă, ме! —терĕ вăл, арча тĕпĕнчен саланма пуçланă пĕремĕк илчĕ те ăна шăлсăр çăварĕпе веркелерĕ.

— Тавах, кирлĕ мар, — тесе кĕлетрен тухса утрĕ Иркка, çак лавккари япаласем çине, пĕремĕк çине те, ылхан ÿкнĕн туйăнчĕ ăна.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

3

Çĕрле кăпăш юр çуса кайнă хыççăн Ирккана шап-шурă хирте утма питĕ çăмăл, такам хыçалтан ачашласа тĕртсе пынă пекех туйăнать, ещĕкре кăранташпа ручка шалтăртатса пырать. Çул хĕрринчи пĕлтĕрхи хыт-хура тавра шăшисен çинçешке йĕрĕсем пур, хутран-ситрен çул урлă каçнă мулкачсем хывнă сукмаксем те палăраççĕ. Иркка утать, утать те чарăнса тăрать, амăшĕ йыт-качкаран сыхланма панă шĕшкĕ туйипе юр çине хăйĕн ячĕпе хушаматне çырса хăварать. Çилсĕр çанталăк янкăр уяр, кăвак тÿпе хĕрринче кăна супăнь кайăкĕ пек шурă пĕлĕтсем хăпарса тăраççĕ. Кăпăк пек тенĕрен, Иркка кĕпе çумалли такана çинче супăнь капанĕ хăпарса тăнине астусах каймасть. Халĕ кĕпе- йĕме супăньпе çумаççĕ, кĕл шывĕ тултарнă хуранта вĕре- теççĕ те çырма хĕрринчи юман килĕре кисĕппе кивеççĕ. Иркка килтен мăян çăкăрĕпе çĕрулми шÿрпине хырăмĕ панк туличченех çисе тухнă, йÿçенкĕ апат кăкăрне хĕртет, анчах çамрăк ачан нимле инкеке пăхăнман хайĕн хаваслăхĕ пур: шурă юр çинче хавасланса чупас, выртса йăваланас килет. Юр пĕрчисем çинче вылякан хĕвел пайăркисем куçа йăмăхтараççĕ. Иркка хăй епле утнине сисмерĕ те — пилĕк çухрăмри вулăс ялне пырса та çитрĕ. Шкула кĕрес чухне çиелтен çыхнă тутăрне салтса сумкине чикрĕ, крыльца çинче тăпăр-тăпăр сиккелесе, çăпатисем çинчи юра силлерĕ. Шкулта ача-пăча сасси илтĕнмест-ха — Иркка ыттисенчен иртерех çитнĕ. Кĕç пысăк çурт хурт вĕлли пек сĕрлеме тытăнчĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе лăпкă калаçса иртеççĕ, кĕçĕн класрисем алăка яри уçаççĕ те вăл туртăнса хупăнасса кĕтсе те тăмаççĕ, вирхĕнсе кĕрсе каяççĕ, пĕрне-пĕри тĕрткелесе те чышса илеççĕ. Чикеленсе кайни макăрма ĕлкĕреймест, сиксе тăрать те хăйне ÿкернине хÿтерсе каять.

Иркка, Изотов тимĕрçĕ херĕ Маня килессе кĕтсе, алăк патĕнчен инçе каймарĕ, стена çумне тайăнса тăчĕ. Маня, пысăк вырăнти çын — вулăсри ĕç тăвакан комитет председателĕн хĕрĕ, халĕ сăмсине каçăртма та пултарать, хăйĕн çывăх тусĕ çапла пулса каясран Иркка питĕ шикленет. Маня килсе кĕчĕ, унăн тумĕнче те, сăнарĕнче те чаплă çын ачи пулни сисĕнмерĕ, çийĕнче хура çитсăпа тулланă ĕлĕкхи кĕрĕкех, пăхасса та ĕлĕкхи пекех пăртакçă куларах, тутин икĕ хĕррине икĕ путăк хăварса пăхать.

— Эпĕ сана кĕçĕр тĕлĕкре те курнă, иккĕн çырма хĕррипе пыратпăр пек, шапа шыва сикрĕ те пире хăратрĕ пек, — тесе, Маня Ирккана хул хушшинчен тытрĕ те, вĕсем коридор тăрăх хуллен утрĕç.

Иркка халиччен хăйсен шкулĕнче вĕренекен ачасене — аслă класрисем те, кĕçĕн класрисене те — паллатчĕ, анчах халĕ, вышеначальнăй училище уçнăранпа, палламан ачасем питĕ нумай. Акă çитĕнсе çитнĕ икĕ хĕр ыталанса пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри, йĕкĕр хура çивĕтлĕскер, Ирккапа Маня çине авмак куçхаршисем айĕнчен пахса:

— Асту-ха, — терĕ хăйĕн юлташне. — епле хитре хĕрачасем, иккĕшĕ икĕ сăнлă пулсан та, йĕкрешсем пекех тату çÿреççĕ — шыв сапса та уйăрас çук. Пĕрне паллатăп-ха: вăл Изотов хĕрачи. Сана мĕнле чĕнеççĕ? — терĕ вăл, Иркка çине пиçсе çитнĕ çĕмĕрт пек хура куçĕпе пăхса.

— Ира Станкова, — терĕ Иркка, палламан çын умĕнче вăтанаканччĕ, халĕ хăйне хăюллă тытрĕ, мĕншĕн тесен йĕкĕр çивĕтле хĕр ăна питĕ ырă кăмăллă çын пек туйăнчĕ.

— Эпĕ сирĕнпе курса калаçăп-ха, юрă та вĕрентĕп, — терĕ те хĕр, юлташĕпе малалла утнă май Иркка çине тепĕр хут çаврăнса пăхрĕ.

Маня каласа панă тарăх, вĕсемпе паллашнă хĕре Липа Халапсина тесе чĕнеççĕ. Унан ашшĕ вулăс ялĕнче врачра ĕçлет. Маня калас сăмахне каласа та пĕтереймерĕ, весене ик енчен хăйсем пек пĕчĕк те шавлама юратакан хĕрачасем хупăрласа илчĕç.

— Эсĕ, Иркка, шкула килнĕ чух уйра кашкăр курмарăн-и? —ыйтрĕ тачка туталлă Зоя.

— Çук. Эсĕ куртăн-им?

— Эпир ял пахчисем хыçĕнче икĕ сăрă кашкăр куртăмăр.

— Чăнах-и? — чарăнса тăрсах ыйтрĕ Иркка.

— Чăнах пулмасăр, — хăйне нумай пĕлнĕ пек тытса каларĕ Зоя.

— Тукмак хÿресем кăçал питĕ ашкăнса кайнă. Халĕ вĕсем выльăхсене тулаççĕ, малашне çынсене те тапăнĕç. Хăвалăх ялĕнче пĕр çĕр хушшинче тăватă сурăх пăвса пăрахнă, тет, Çатра ял çыннисене уй варринче çисе янă, çăпата сырнă урисем çеç юлнă, тет. Сана та пĕрре тукмак хÿре шăл хушшине хĕстерĕ-ха.

— Кашкăр ман пеккине тивмест. — терĕ Иркка, лешĕ суйнине сиссе.

— Мĕншĕн ара?

— Эпĕ ырхан.

— Кашкăра шăмă çеç кирлĕ.

— Ан суй! —Иркка ачасем хушшинчен тухрĕ те Маньăна аллинчен хытах сĕтĕрчĕ. — Каяр!

Кашкăр çинчен юптарнине Иркка хăйсен ялĕнче те нумай илтнĕ. Вăл халăх хушшине таçтан килсе кĕчĕ те ерекен чир пек сарăлнăçем сарăлса кайрĕ, ытти юмахсене хурал пÿртĕнчен те, улахсенчен те сирпĕтсе кăларчĕ, хăй пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Кашкăр çинчен мĕн çеç калаçмаççĕ-ши? Тихха Натюкĕ таçтан пĕр юмах илтнĕ. Пĕр карчăк пÿрчĕ умĕнче темиçе çĕр хушши ватă кашкăр сыхласа ларнă, тет, вара карчăка тăр кăнтăрлах ярса илнĕ те шари çухăртсах вăрманалла илсе кайнă, тет.

Иркка, хăйĕн кăмăлне лăплантарас тесе, хăрушă юмахсене пĕтĕмпех манма тăрăшрĕ, анчах малтанхи урокрах, арифметика вĕреннĕ чухне, учитель тĕслĕхре кашкăрсене асăнчĕ.

— Эсир итлесе ларăр та шутласа каларăр, — терĕ вăл, ахаль те пĕр пĕрчи уйрăлми яка выртакан хура çÿçне турапа тураса. —Çур çĕр тĕлĕнче виçĕ кашкăр яла пырса кĕнĕ, виçĕ килкартине тапăннă, пĕри икĕ путек те пĕр сурăх пăвнă, тепри…

Ирккан пĕтĕм ÿт-пĕвĕ сивĕ шывпа сапнă пек çÿçенсе илчĕ, вăл, итлеме пăрахса, сумкинчен доска кăларчĕ те ун çине темтепĕр ÿкерме тытăнчĕ, шухăшне таçта та салатса ячĕ, инçетре çÿрекен Лисука, вăл ăна ачашласа пăхнине аса илчĕ, чунĕ эрленнипе макăрас килчĕ.

Паянхи уроксенче вăл пархатар курмарĕ, кашкăр юмахне пуçласа янă Зойана ылханса ларчĕ, малашне килĕпе шкул хушшинче кулленех каллĕ-маллĕ çÿресси хăратрĕ, килне таврăннă чухне çул çинче кашкăр сиксе тухассăнах туйăнчĕ. Хайхи иртенпе кĕтнĕ юлашки шăнкăрав сасси коридор тăрăх шăнкăртатса иртрĕ, ачасем пурте харăс сиксе тăчĕç, арçын ачасем мулкач çĕлĕкĕсене тăхăнчĕç, хĕрачасем тутăрĕсене çыхрĕç, Иркка хăйпе пĕрле юнашарах тухса тăнă Маня çине тем ыйтнă пек именсе пăхса илчĕ, лешĕ:

— Иркка, атя пирĕн пата! —терĕ ăна.

— Юрать! — терĕ Иркка, çав самантрах унăн салху шухăшĕ те, ывăнни те йăлтах иртсе кайрĕ.

Вĕсем, пĕрне-пĕри алăран тытса, урам тăрăх сике-сике чупрĕç, пĕр хутлă хĕрлĕ чул çурт умĕнче чарăнчĕç. Пÿрт умĕнчи çаралса юлнă сирень тĕме ăшĕнче хĕвел анас умĕн çерçи ушкăнĕ чĕриклетет, çул хĕрринчи çÿп-çап çинче кăсăясем хÿрисене вылятса чупкалаççĕ. Вулăсри ĕç тăвакан комитет председателĕ Изотов чăпта хуçин çуртĕнче пурăнать. Пырса кĕрсенех, Изотов арăмĕ, Татьяна Николаевна, сарлака хулпуçиллĕ вырăс хĕрарăмĕ, Ирккан шурă пир сумкине тĕпелти пăтаран çакрĕ те хăйне çĕклесе илчĕ:

— Каçченех кашта çÿллĕш тенĕ пек, хăвăрт ÿсетĕн эсĕ, — терĕ вăл, ăна тÿрех пукан çине пырса лартрĕ. — Хывăнăр та апат çиме ларăр, касăлса çитрĕр пулĕ.

Татьяна Николаевна сĕтел çине икĕ турилкке пăсланса тăракан шÿрпе пырса лартрĕ, икĕ татăк çăкăр хучĕ. Шÿрпине тăварлă типĕ пулăпа пĕçернĕ, анчах шÿрпи ытла тăварлах мар. Хырăмĕ питĕ выçса çитнĕ пулин те, Иркка типтерлĕ пулма тăрăшрĕ, кашăкри шÿрпене пĕр хыпса çăтса ямарĕ, хуллен сыпа-сыпа, тутине пĕркелесе çирĕ, нумайранпа тутанса курман çăкăр вара пĕтĕм ÿт-пĕвне вăй кĕртрĕ. Татьяна Николаевна килти пурнăç çинчен тĕпчесе ыйтсан, Иркка хăйсен пурнăçĕ татăлса каяс çĕрĕк çип пек тасални çинчен пĕр сăмах та калас темерĕ, «чипер-ха, чипер» тесе кăна пычĕ.

— Кашкăрсем нумай тесе калаçаççĕ, анне, — терĕ Маня.

— Сире тивмĕç.

— Ирккана яла çÿреме хăрушă,

— Иркка пирĕн патăрта пурăнтăр, — терĕ Татьяна Николаевна, хăй икĕ курка чей лартрĕ, иккĕшне те пĕрер катăк сахăр пачĕ.

— Халĕ ĕнтĕ урамра çÿрĕр, транкки-транкки сиккелĕр, — терĕ Татьяна Николаевна, ачасем сĕтел хушшинчен тухсан.

Тăкăрлăкпа утрĕç-утрĕç те, ачасен умне Атăл тухса тăчĕ, леш енче, ав, хуралса ларакан вăрман курăнать. Атăл кăвак кĕленче айне кĕрсе выртнă пек пăрланнă, анчах тÿпе çине пăхса выртма унта-кунта хăй валли уçă шăтăксем хăварнă, халĕ вĕсенчен тĕтре хăпарать. Атăл çинчи кăпăш юра çил шăлса тасатнă, шыв хĕрринчи хăвалăхсем тĕлне кĕрт хĕвсе хăварнă.

Маня Ирккана икĕ хутлă чул çурта илсе кайрĕ. Пÿрт тăррине пукан çÿллĕш саспаллисемпе «Халăх çурчĕ» тесе çырса хунă. Барон фон-Зинберген çуртне Иркка пĕрре кăна мар курнă, ашшĕ тĕрмере ларнă чух апат илсе килетчĕ, анчах çурт çине вăрах пăхса тăма хăратчĕ, килкартинче йытă сăнчăрне чăнкăртаттарсах çÿретчĕ.

Иккĕш яр-уçă тăракан чĕнтĕрлĕ тимĕр хапхаран кĕчĕç. Хура çаранпа тыттарнă пысăк та йывăр алăка уçсанах, Иркка умне анкарти пек сарлака пÿлĕм тухса тăчĕ. Никам та çук, тĕрĕллĕ урай тăрăх утнă чух ура сасси янăраса каять. Чечеклесе илемлетнĕ çÿллĕ мачча çинче утмăлтурат çакăнса тăрать, унăн турачĕсем çине тĕрлĕрен кĕленче теттесем çакса тултарнă, хĕвел çутинче вĕсем симĕс-кăвак, хĕрлĕ-кĕрен тĕссемпе ялтăраççĕ.

— Ку мĕн? —терĕ Иркка, тĕлĕнмелле туратсем еннелле аллине тăсса.

— Барон пурăннă чухне вĕсем çинче çуртасем çуннă, — терĕ Маня, хăй ниçта та чарăнса тăмарĕ, авса тунă пукансен хĕррине малалла утрĕ.

Пысăк пÿлĕмри шăплăха сиресшĕн пулнăн, çÿлти хутра рояль сасси кĕрлерĕ, унтан пĕр ушкăн çын пĕр харăс юрлани илтĕнсе кайрĕ.

Пĕр пÿлĕмрен халăх кĕпĕрленсе тухрĕ, варринче Маня ашшĕ Изотов утса пырать, хура та çăра мăйăхне ик еннелле тăсса пĕтĕрнĕ, салтак шинелĕнчен çĕлетнĕ пиншакне йÿле янă. Аслă классенче вĕренекен арçын ачасемпе хĕрачасем унпа пĕрле леш малтанхи пысăк пÿлĕме пырса кĕчĕç; вĕсем хушшинче кăмăллă Липа Халапсина та пур.

— Юлташсем! —терĕ тимĕрçĕ лаççи шавĕнче хытă калаçма вĕреннĕ Изотов, пÿлĕм варрине пырса тăрса. — Эпир ытла тĕттĕм пурăнатпăр, савăнма вĕренсе çитмен. Пирĕн кĕрлеме те шавлама халĕ лайăх çурт пур. Çĕнĕ çул тĕлне спектакль лартасчĕ, хамăр сцена çинче выляма пĕлнине кăтартасчĕ. Вырăсла пьеса пур акă, — Изотов кĕсйинчен сарă кĕнеке туртса кăларчĕ. — Ăна кам чăвашла куçарма пултарĕ-ши?

— Липа Халапсина! —терĕ пĕр хĕрача сасси, ун хыççăн ытти сасăсем те янăраса илчĕç:

— Халапсина!

— Пултарать!

— Вăю пур пек-и, Липа? —терĕ Изотов.

— Пĕлмен çĕрте атте пулăшĕ, — терĕ Халапсина, кĕнекене Изотов аллинчен илчĕ те хул хушшине хĕстерчĕ,

— Пьеса пулĕ, артистсем тупăнĕç. Халех пирĕн сцена тума тытăнмалла. Пуртă-пăчкă илсе килтĕр-и? —терĕ Изотов.

— Илсех килтĕмĕр! —терĕç темиçе арçын ача.

Изотов халăхпа пăртакçă калаçса тăнă хыççăн пысăк пÿлĕм алăкĕ яри уçăлса кайрĕ, сивĕ сывлăш урай тăрăх упаленсе кĕрсе тулчĕ, тăрăхла хăмасене икĕ пуçĕнчен йăтса кĕрекен арçын ачасемпе хĕрсем хушшинче юрлани те шавлани илтĕнчĕ, каярахпа пăчăкăпа сава сасси çÿлти хутран илтĕнекен рояль кĕввине хупларĕ. Ирккапа Маня мĕнле кăна тăрăшсан та, халăх хушшинче кирлĕ ĕç тупаймарĕç, каллĕ-маллĕ чупса çÿресех чылай вăхăт иртсе кайре, аслă пÿлĕме каçхи тĕттĕм сăрхăнса кĕчĕ.

— Атте патне кĕрсе тухар, — терĕ Маня, Ирккана коридор тăрăх илсе кайрĕ, урайĕнче тапак мăкăрлантарса ларакан çынсем патĕнчен иртрĕç, вĕсен урисем урлă каçса, кĕленче хăлăплă алăка уçса кĕрсе кайрĕç.

— Сире мĕн кирлĕ? —тесе ыйтрĕ Изотов хулăн сассипе.

Ашшĕн çилли иртсе кайманнине Маня сисрĕ.

— Ним те, — терĕ вăл.

Ашшĕ урăх пĕр сăмах та каламаннине кура Маня Ирккана çавăтсах юнашар пÿлĕме тухрĕ, урайĕнче купипе выртакан хутсене ухтарма тытăнчĕ.

Иркка алăкран кĕнĕ чухнех Изотова хирĕç пукан çинче ларакан çынна асăрхаса ĕлкĕрчĕ. Пăхма чаплах мар, ахаль кăна хура пиншак тăхăннă пĕр хĕрĕх çулхи çын тилмĕрсе пăхса ларать, ĕнтĕ ĕç çукран мар, мĕн те пулин ыйтма килнĕ пулас. Ăна Иркка пĕр çул каярах хăйсен ялĕнче курнăччĕ. Вăл ун чухне хура пичке турттарса килнĕччĕ, тикĕт сутатчĕ.

Пурне те пĕлесшĕн çунакан Иркка леш пÿлĕмре мĕн калаçнине тăнлать.

— Пĕтĕм халăх тарăхать, — тет çавă çын, — шутла-ха ĕнтĕ, кашкăрсем тăр-кăнтăрла яла пырса кĕреççĕ, çын сехрине хăпартаççĕ.

— Эпĕ ялсенче кашкăрне мар, сукмакне те курман, — тет Изотов.

— Эсĕ ялта сахал пулатăн.

— Эсĕ мана кашкăр туласа пăрахнă пĕр-икĕ ĕне мăйракине илсе килсе кăтарт.

— Мăйрака çĕклесе çÿреме ухмаха тухман-ха, — тет сарлака янахлă этем.

— Мăйрака çĕклесе çÿресшĕн мар, пăшал ыйтатăн.

— Эпĕ хам валли кăна мар. Вулăсра сунарçăсен ушкăнĕ тумалла.

— Ахаль выртакан пăшал çук, — тет Изотов.

— Уесран ыйт!

— Кай та ыйт ху, вара текех вăрмансенче кĕрлеттерсе çÿре! — тет Изотов, унтан тăвăлса çитнĕ çилĕллĕ сасăпа ыйтать: —Кама пересшĕн эсĕ? Кашкăра-и?..

Çав самантра вăл юнашар пÿлĕм алăкне уçрĕ те:

— Маня, киле вĕçтерĕр! —терĕ.

Урамра ура сасси кăчăртатни янăраса тăракан лăпкă каç Иркка кашкăрсем çинчен шухăшласа пычĕ, нумай çăлтăрлă таса тÿпе ăна яланхи пек савăнтармарĕ, Атăл леш енчи вăрманта та, хăйсен ялне каякан çул çинче те халĕ тукмак хÿресем шăлĕсене шатăртаттарса çÿренĕ пек туйăнать. Татьяна Николаевна ăна диван çине вырттарчĕ. Иркка, усал тĕлĕксем курас мар тесе, пуç çинчен витĕнес шĕн марччĕ, анчах кăшт кăна чакарнă лампа çути çывăрса кайма чăрмантарма пирки кивĕ пальто аркипе хупăрлансах выртмалла пулчĕ.

Вăл нумаях та çывăрман пулас, анчах кăмака çумĕнчи пукан çинче Хĕр-Ваçка ларни, ун умĕнче Изотов уткаласа çÿрени питех те тĕлĕнтерет.

«Апла иккен, — тесе шухăша каять Иркка, — Хĕр-Ваçка йывăç урипе кĕмсĕртетсе кĕнĕ те мана вăратнă. Мĕн тума килнĕ-ши çĕрле Ваçка пичче? »

Ваçка çаннине те, умне те сапланă шинельпе ларать, унăн мĕлки кăмака çинче сиккелет.

— Пуянсене эпир ирĕк патăмăр, вĕсене çăварлăхлас вырăнне хурал пÿртĕнче шавласа ирттеретпĕр, — тет Ваçка тытăнкăллă сасăпа. — Эпир пуху тăватпăр, çав вăхăтра Варлам анкартинчен тăпачă сасси пĕтем ял тăрăх янăраса тăрать. Мăшкăл мар-и?

— Питĕ пысăк мăшкăл. Кулак кулли, — тет шăппăн Изотов, такам итлесе тăрасран шикленнĕ пек. — Тыррине туртса илмелле.

— Эпир ăна туртса илеттĕмĕр, — тет Ваçка та шăппăн, — анчах пирĕн вăй çитмест. Ухтарас та пăхас пулать. Эпĕ хамăн туяпа кайăп-и? –

Иркка кашкăрсем çинчен те сăмах пуласса кĕтрĕ, анчах тутлă ыйхине сирме вăйĕ çитмерĕ, çывăрса кайрĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

4

Халăх çуртĕнче чупса çÿреме хаваслă пулсан та, Татьяна Николаевна тутлă çитерсе çемçе вырăн çинче çывăрттарсан та, кашкăрсем çинчен пыракан юмах сехрене хăпартсан та, тăватă кун вулăс ялĕнче пурăнни Ирккана йăлăхтарса çитерчĕ. Унăн ашшĕ-амăшне, Петюка тата Хамит лашине курас килчĕ, юлашки шăнкăрав шăнкăртаттарнă хыççăн Вилюкпа Хветюка кĕтсе илчĕ те вĕсемпе пĕрле килне утрĕ. Тĕттĕмленсе çитсен те, шурă юр çутипе уйра утма лайăх, анчах весем яланхи пек тарăн çырма урлă мар, çÿлтикасран пăрăнса кĕмелле кайрĕç.

Уй хапхи патне пырса çитерехпе, уяв вăхăчĕ мар пулин те, сасартăках юрă илтĕнсе кайрĕ.

— Пĕри юрлать мар-и? —терĕ Вилюк, лайăхрах итлес тесе, аллине хăлхи çуначĕ хыçне тытса.

Виççĕшĕ Те чарăнса тăчĕç.

— Чăнах та, юрлать, — терĕ Хветюк. — Хĕрарăм юрлать.

— Макăрса ярас пекех хурлăхлă юрлать. Вырăсла юрлать. Атьсемĕр, пирĕн ял çынни мар ку, майра юрлать, — терĕ Вилюк.

Вĕсем чылайччен итлесе тăчĕç, юрă ăçтан килнине чухлас тесе, хăй çутиллĕ чÿречесем çине пăхкаларĕç. Пурнăç хĕсĕнсе çитнипе çутăпа ларакан сахал, хăйă çути унта-кунта çеç пăч-пач курăнкалать,

— Кайсах итлĕр-ха, — терĕç те виççĕшĕ те пĕр харăс чупрĕç, нумаях та каймарĕç, урамра кушак йĕрне те палласа илмелле çутатакан Варлам çурчĕн пысăк чÿречисем умне çитсе чарăнчĕç. Пуян çуртра хитре сасăллă майра юрра шăрантарать, хапха умĕнче çунасем кĕпĕрленсе тăраççĕ.

Хĕрарăм юрласа пĕтернĕ хыççăнах, акăш-макăш тăвăл çĕкленчĕ тейĕн, ташă кĕвви кĕрлеме пуçларĕ: сĕрме купăсĕ те ĕнĕрлет унта, тÿнкĕр-тÿнкĕр параппанĕ те çапать пулмалла.

— Пăхăр-ха, атьсемĕр, Варлам кантăкĕнчен темскер карăнса пăхать, — тĕлĕнсе каларĕ Иркка.

— Ай-ай! Мĕн вăл?

— Çавă юрлать мар-и?

— Сасси çавăнтан тухать…

Хĕл варринче, каçхи кăчăрт сивĕ çанталăкра, пĕр чÿречине яри уçса пăрахнă, унтан кĕмĕл труба кăларнă, труба вĕçĕ пысăк шăнкăрав пек сарăлса тăрать. Ачасем пĕлес килнипе çурт умне пырса тăчĕç, çăвар карсах труба çине пăхаççĕ — ташă кĕвви çаплах шăранать. Хапха умĕнчи лавсем тавра тарçă-тĕрçĕ васкаса чупкалать, хутаç та, хăма арча та çĕклеççĕ. Труба ăшне кĕрсе каяс пек тинкерсе пăхакан ачасем асăрхаман та, уçă чÿрече тĕлĕнче Колякка тăра парать, пуçĕнче темле лапсăркка çĕлĕк.

— Тĕлĕннипе пыршă çурăлмасть-и сирĕн? —терĕ вăл.

— Мĕн вăл? —труба çине пÿрнипе тĕллесе ыйтрĕ Хветюк.

— Мĕн иккенне хăвăр пĕлĕр.

— Кала ĕнтĕ, — тет чÿрече умнех пырса Вилюк.

— Кăрмахвун, Люшша пичче хуларан илсе килчĕ. Çăнăхла.

— Ай-ай! Миçе лав панă вара уншăн? —терĕ Хветюк.

— Лав сана! Халĕ çăнăх хаклă. Пер хĕрарăм Люшша пичче умĕнче чĕркуçленсе макăра-макăра тилмĕрчĕ, тет, икĕ крепенкке çăнăхлах парса ячĕ, тет. Çăнăхла халĕ кăрмахвун мар, турра та сутăн илме пулать, — терĕ Колякка. Турă çинчен калакан сăмахне, паллах ĕнтĕ, хăй шухăшласа кăларман, ашшĕ-амăшĕнчен илтнĕ.

Кĕмĕл труба сăмахсăр юрă пуçласа ячĕ, купăссем ĕнерсе янăрани илтĕнчĕ, анчах юрлакан машинăна итлесе тăма май пулмарĕ, сивĕ юр ура тупанĕнчен шăнтма пуçларĕ те пĕтĕм ÿт-тир ентĕркеме тытăнчĕ, каясах килмесен те, килелле утмалла пулчĕ. Варлам тарçисем çаплах эхлетсе сĕтĕреççĕ, вĕсен хушшинче Тихха сасси те илтĕнет.

— Люшша, пулăш-ха, питĕ йывăр. Мĕн ку сан?

— Пустав тĕрки! —тет мăнкăмăллă сасă.

Варлам чÿречи çинче юрлакан эккемет пирки калаçса Вăтакасса çитнĕ çĕре каçхи хура чаршав пур енче те карăнчĕ, çăлтăрсем палăрса йăлтăртатма пуçларĕç, хăйă çути Çеркки чÿречинче кăна курăнчĕ. Иркка хăйсен умне çитес чухне çырма еннелле пăхса илчĕ.

Пĕр этем мĕлки çырма урлă каçрĕ те Çеркки пахчине кĕрсе кайрĕ, такамран пытаннă пек пĕшкĕнсе, мунчана кĕрсе çухалчĕ. Иркка пÿрте кĕрсенех—ашшĕ-амăшĕ итлет-и, çук-и — мĕн курнине каласа пама васкарĕ:

— Эпир кашкăртан хăраса çÿлтикасран килтĕмĕр. Пĕр этем çырма урлă каçрĕ, пĕшкĕнсе пычĕ-пычĕ те Çеркки мунчине кĕрех кайрĕ, хăйĕн аллинче вăрăм кÿсек пекки пурччĕ. Кашкăртан хăранă ентĕ вăл.

Çырма урлă каçса йăпшăнса килекенни кашкăртан мар, çынтан, кун çутинчен хăранă, тĕттĕм каçра кăна хăйне канăç тупнă, хÿтĕре тесе шутланă. Унăн аллинче кÿсек мар, винтовка пулнă. Вăл тахçанах çапăçу хирĕнчен пăрăнса тарнă, ялсемпе хуласене пырса кĕмен, çын иртсе çÿрекен çулсем çине тухман, çулла вăрмансенче пытанса пурăннă, çĕрле пахчасенчен çĕрулми вăрланă, шыв хĕрринче ларакан хурсемпе кăвакалсен мăйĕсене парнă, вара, пĕр-пĕр тĕттĕм ахрат варĕнче такан туса, котелокпа яшка пĕçернĕ. Ялсене кĕме май пулман чухне курак-чакака персе ÿкерме пăшалĕ пулнă. Халĕ ĕнтĕ, сĕм вăрмансенче хÿтлĕх пĕтсен, сивĕ çанталăк шăлне шатăртаттарса килсен, усал чун хăй çуралнă ялне килнĕ.

Вăл, леш юрлакан машина сассине итлесе, мунчара ларчĕ, нумаях пулмасть хутнă мунчара ларса ăшăнчĕ, ялта сас-чÿ шăпланнă хыççăн тин тухрĕ. Вăл шухăша кайрĕ: ашшĕ килкарти йĕри-тавра сиксе каçма вăй та çитес çук. Пур юпана та шутланă пек пăхкаласа уткаларĕ, çĕрлехи сивĕре турачĕсене силлесе ларакан улмиççисен çумĕпе хăраса утрĕ. Ашшĕ кивелнĕ витене сÿтсе пăрахнă иккен, çĕнĕрен тума хыр пĕренесем илсе килнĕ. Вăл, пĕренесем урлă каçса, килкартинче кĕчĕ, чÿрече çумне тайăнса нумайччен итлесе тăнă хыççан вăрăм чĕрнисемпе хуллен шаккарĕ.

— Кам унта? —илтĕнчĕ пÿртрен Çеркки сасси.

— Атте, уç-ха, — терĕ килнĕ çын.

— Чим-ха, чим. Энтри мар-и? —савăнса кăшкăрса ячĕ Çеркки.

Малтан пÿртре ура сасси илтĕнчĕ, унтан йăлтăрти алăк сăлăпĕ шăлтăрт турĕ.

— Ан калаç, — терĕ килнĕ çын, стена тăрăх хыпаласа пырса пÿрте кĕчĕ; ашшĕ алăка хупсан: —атте, лампа ан çут. Сан туртма çук-и? —тесе хушса хучĕ.

— Эпĕ туртмастăп-çке. Лавккана уçас мар-и? — терĕ ашшĕ. — Эсĕ тесен, ывăлăм, тем тума та хатĕр. Тем сиснĕ пекех, кĕçĕр ыйхăм килмерĕ, куç хупса та курмарăм, лавккана уçас-и, эппин?

— Ан шалтăртатса çÿре, çынна ан систер.

— Мĕн çынна систермесси? Лавкка хамăрăн, — терĕ те ашшĕ уринчи калушне сĕтĕрсе тĕпелелле утрĕ.

— Ăçта каятăн?

— Лавкка уççи аннÿре.

— Ан вăрат. Килте урăх кам та пулин пур-и?

— Никам та çук, — терĕ ашшĕ, кăштăртатса пырса кутник сакки çине ывăлĕпе юнашар ларчĕ.

— Ырăпах килтĕн-и эсĕ, ывăлăм? — терĕ вăл, такам хăйне çаратма килнĕ тейĕн, чĕри кăртлата-кăртлата илчĕ.

— Мĕн ырри унта? —терĕ лешĕ, ÿтне кăтăр-кăтăр хыçкаласа. — Никам та хушмарĕ, хам ирĕкпе килтĕм.

— Мĕнле?

— Тарса килтĕм. Чăтма йывăр пулчĕ, вилес килмерĕ.

— Эсĕ таркăн апла, — пăшăлтатса каларĕ ашшĕ, ассăн сывласа.

— Таркăн çав, атте. Эсĕ мана ан тирке, усра…

— Ун пирки сăмах та пулмĕ. Усрас пирки ан та калаç. Сана, тĕпренчĕкĕме, тăван киле турă çавăрса килчĕ пулĕ, — хăйĕн савăнăçне пĕлтерес тесе, Çеркки хытах калаçма тытăннăччĕ, анчах, çăварĕнчен такам çапнă пек, сасартăках шăпланчĕ. Урамра лаша тулхăрса янине илтсен, Çеркки чÿрече патне пырса тăчĕ: такам шуйттанĕ çур çĕр иртсен те юра такăрлатса çÿрет.

— Кăнтăрла çывăрнă пулĕ, ыйхă чăпти, — тесе вăрçса илчĕ. — Çĕрле ыйхă çук, ачам, мана пĕрене çурăкĕнчи шăрчăк чăрлатни те хăратать.

Суту-илÿ туса айкашма тытăннăранпа, ăна халăх «çĕнĕ пуян» тесе ят панăранпа Çеркки ыйхă хакне пĕлме тытăнчĕ, çĕрле епле те пулин çывăрас тесе куçне хупса выртать, анчах ыйхи килмест, шухăш хуранта вĕрекен яшка пек çаврăнать. Çитменнине, каçсерен хăракан пулчĕ: такам чÿречерен кĕрсе çамкаран пуртăпа ярас пекех туйăнса каять. Минтерне темиçе хутчен çавăра-çавăра хурса пăхать, çывăрса кайсан та, урăм-сурăм хăрушă тĕлĕксем аптратаççĕ, вара Çеркки чăм тара ÿксе вăранса каять.

— Эсĕ, ачам, ху килмен, сана ман пата тура янă, — терĕ ашшĕ каллех, хăлха патĕнче пăшăлтатса, — Эпĕ ĕлĕкхи Çеркки мар, Çеркки хуçа пулса пыратăп ĕнтĕ. Татах та мул пухма ĕмĕт пур, анчах пирĕн, карчăкпа иксĕмĕрĕн, шăмшак вăйĕ çитмест. Тем те сиксе тухма пултарать. Эпĕ, ачам, хам мула кама парса хăварăп? Халĕ манăн тырă пилĕкçĕр пăтран та иртсе кайрĕ. Шăтăк чавмалла, çĕр айне пытармалла. Хамăн та, карчăкăн та кĕреçе тытма вăй çук. Эсĕ килессе пĕлтернĕ пекех, çак кунсенче аннÿ аллинчен çĕçĕ темиçе хут та туха-туха ÿкрĕ. Аннÿ çăкăр касма тăрать çех — çĕççи ÿкет, çĕрулми шуратма ларать — каллех çĕççи ÿкет. Çĕçĕ ÿкни арçын чунĕ килессе пĕлтерет, теççĕ ваттисем. Халлĕхе вырт та çывăр, ачам, ыран калаçăпăр, — терĕ ашшĕ тар шăрши çапакан ывăлне çурăмĕнчен, пĕчĕк чухнехи пек, аллипе лăпкаса. — Тăрса пăх-ха, — терĕ те вăл, ывăлне хулĕнчен тытса чÿрече патне илсе пычĕ. — Куратăн-и, кĕлет ларать. Унта манăн мĕн чухлĕ тавар!

— Мана шалт тĕлĕнтерсе ятăн эсĕ, атте. Тырă шăтăкне эпĕ хам чавăп, çĕр айне арлан пек кĕрсе кайăп. Кĕркури çырмасть-и?

— Кĕркури çырнăччĕ-ха, — тем пытарнă пек каларĕ Çеркки, — салтакран килес пирки каламанччĕ. Пурнăç тĕрекĕ санра кăна, Энтри.

— Тăрăшăп, атте.

— Эсĕ, ачам, хăвăнпа ним те илсе килмерĕн-и?

— Манăн, тарса çÿрекен чунăн, мĕн пултăр?

— Хутаç та çук-и?

— Мансах кайнă. Мунчара пăшалпа хутаç пур.

— Ун пек япалана хăварма юрать-и? Эх, тур-тур, тем курăн… Ял тулли ыйткалакан та кĕлмĕç çÿрет, мунчасенче çĕр каçать. Халех каям-ха.

— Эсĕ винтовкăна турткаласа ан пăх, ăна авăрланă, — терĕ Энтри. Ăшă пÿртре тарланă ÿчĕ çинче пыйтă пăшăлтатни тарăхтарса çитерчĕ ăна, кĕпи-йĕмне хывса çапас килчĕ.

Ашшĕ йăпшăнса тухрĕ, сăлăп илни те, алăка уçса хупни те кăшт кăна илтĕнсе юлчĕ, каялла та вăл çавăн пекех ним сасă кăлармасăр килсе кĕчĕ.

— Пăшалĕ вăрăм, патронĕсем пĕр хутаç, — терĕ ашшĕ кĕнĕ-кĕменех. — Ку хаклă япаласене сутма та пулать, ачам. Халĕ кашкăрсем ĕрчесе кайнă, теççĕ… Ыранах Варлам патне каям та сутса ярам.

— Эсĕ, атте, апла çÿресе мана капкăна лектеретĕн, — Энтри ашшĕ умне пырса тăчĕ. — Варлампа çыхланса ырри пулас çук.

— Эпир Варлампа туслă пурăнатпăр. Эсĕ ахалех хăраса ан ÿк. Эпĕ суту-илĕвĕ вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ, хыçран йĕр хăвармастăп.

— Эппин сутах, атте, сут. Ăна килте усрама хăрушă.

— Эпир ăна тăпра айне пытарса тутăхтармăпăр, — терĕ ашшĕ хаклашнă чухне кăна пулакан ачаш сасăпа, — хаклă хакпа сутса ярăпăр, инкекрен те хăтăлăпăр.

— Юрĕ, атте. Манăн питĕ çиес килет. Виççĕмĕш кун ĕнтĕ çăвара пĕр хĕлхем апат яман, ĕнер вăрманта чĕре сури тума йĕлме хуппи чăмланăччĕ.

Ашшĕ вăрă пек хуллен пускаласа çÿрерĕ, кăмака питлĕхне уçрĕ те сивĕнсе çитмен чÿлмеке сĕтел çине пырса лартрĕ, унтан сĕтелтен çăкăр кăларчĕ, кашăк хучĕ.

Купăста шăршине сиссен, хыçкаланса ларакан таркăнăн аллисем выçă йытă урисем пек тăр-тăр чĕтренсе илчĕç. Вал çыртса илнĕ çăкăр татăкне чăмлама та ĕлкĕреймерĕ, карланкине ыраттарса çăтса ячĕ, шÿрпене кашăк тулли ăсса илчĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

5

Çĕнĕ пуян пÿрчĕ таркăн ывăлĕ килнĕренпе икĕ хутлă пулса кайрĕ: çÿлтинче Çерккипе карчăкĕ пурăнаççĕ, аялти хутра — тĕпсакайĕнче — Энтри. Кивĕ шинель тăхăннă чун çĕр варринче килсе кĕни малтан савăнăç пек туйăнчĕ, анчах вăл хăйпе пĕрле çичĕ инкек ертсе килни малтанхи кунах сисĕнчĕ, Укахвин ахаль те хавшаса çитнĕ чĕрине çурмаран çурас пекех ыраттарчĕ.

Лавккара та сутмалла, апат та пĕçерсе тĕпсакайне антарса памалла, кĕтмен çĕртен темле иртен-çÿрен е кÿршĕсем çитсе кĕрсе таркăн хыпарне пĕлесрен алăка яланах питĕрсе тăмалла. Пыйтăллă-шăркаллă ывăлне тасатса çитерме паян ирех мунча хутасшăнччĕ, анчах милĕк шăрши урама тухсанах кам та пулин, çурăмне кăтăр-кăтăр хыçкаласа, пырса тухатех, çавăнпа Укахви вучахра пĕр хуран шыв ăшăтрĕ те ывăлне пÿртре çăвăнтарчĕ.

Тĕпсакайĕнче мăчăлти лампа çунать, унăн тĕтĕмĕ, сахал пулин те, ниçта тухса кайма шăтăк тупаймасть, куçа касса йăсăрланса тăрать, пыра ларать, сăмса шăтăкне кĕрсе чыхăнтарать. Шăшисем пĕр вĕçĕмсĕр кăштăртатни, таçта, никĕс айĕнче, вĕсен çурисем çинçе сасăпа чÿлешни хăлхана кĕрсех тăрать, кăмăла пăтратать. Çерккипе шăрт сухаллă ывăлĕ тăпра çинче, çĕрулми купи хĕрринче, çут хуçса лараççĕ. Иккĕшĕн те çÿçĕсене эрешмен картисем, улăм пĕрчисем çакланнă.

— Эсĕ, ачам, урата юпи патĕнчен пуçласа пăлтăр еннелле чавса как, çиелтен тăпра ишĕлсе анмалла ан пултăр, тĕревсем лартса пыр, — тет Çеркки, сасси унăн савăнăç мар, инкек кăна кĕтмелле хурлăхлă илтĕнет.

— Малтан вăй пур пек туйăнчĕ, те выçă хырăма тÿрех чыхса тултарнăран вăйран кайрăм, ура çине тăрас та килмест, — тет Энтри, çĕрулми купи çине тайăнать, çурăмне тÿрĕ тытаймасть.

— Вăй пух, ачам, — тет ашшĕ, сиксе тăрать те пуçĕ урай маччине çапăннипе чĕркуçленсе ларать.

— Эх, — тет те Энтри пуçне усать.

Çÿлте алăк уçăлса хупăнчĕ те шăнса пăсăлнă ватă арçын сасси илтĕнчĕ:

— Турă ячĕпе çÿретĕп, тăванăм. Пĕр татăк çăкăр памăр-ши?

— Турри пĕрре, ун ячĕпе ыйтакан кахал тĕнче тулли, — терĕ кăмака патĕнче Укахви, вут пуленкине тапса.

— Кахал пулманччĕ халиччен, ырă çыннăм, инкек килсе тухрĕ, — тесе каçса кайсах ÿсĕрсе илчĕ çын. — Икĕ ывăл ача салтакра, карчăкпа иксĕмĕр чирлĕ. Пÿлмере тырă пурччĕ, шăпăрпах шăлса илсе кайрĕç. Пире мар, шăшисем валли те юлмарĕ.

— Камунсем тĕп турĕç апла, камунсем вĕсем тупăк тума та хăма хăвармĕç.

— Ырă çыннăм, ун чухне вулăсра камунсем марччĕ, ĕлĕкхи старшинана та вырăнтан кăларманччĕ.

— Ыйткалакан пулсан та, чĕлхÿ чараксăр иккен. Пăру хÿри пек çапкаланать, камунсем енне туртăнать, — терĕ Укахви, çилли килнипе турчăкапа урайне шăйăрса илчĕ.

— Камунсене мухтаса мар, мĕн пулса иртнине каласа паратăп: кĕркунне, юр ÿкиччен, Хралух комиссар яла килчĕ те пăшалпа юнарĕ, ман киле салтаксемпех пырса кĕчĕ, турăран йăлăннă пек ыйтсан та, салмалăх та çăнăх хăвармарĕ, — терĕ ыйткалакан, хальхинче ун сасси макăрнă пек илтĕнчĕ.

— Пăшалпа юнаканни камун пулнă ĕнтĕ, — хаяр сасăпа çухăрса илчĕ Укахви, — камунсене ырласа çÿретĕн-и эсĕ, карма çăвар? Сана тытмалла та хупмалла!..

— Хупсан тем пекехчĕ. Унта пÿрт ашă, хырăм та тутă.

— Эсĕ кĕтсе ан тăр, кай та лар! —терĕ Укахви, алăк патнелле утса пычĕ. — Мĕн кунта ыйтса тăратăн, камунсенчен ил!

— Çĕнĕ пуянăн сăмахĕ йÿçĕ иккен. Санăн çăкăрна иличчен эпĕ хамăн хĕве чул чикетĕп, хăçан та пулсан кирлĕ пулĕ. Асту! —тесе хăрушă сасăпа каласа хучĕ ватă çын, урайне туйипе шаккаса илчĕ те алăка кĕрĕст хупса тухса кайрĕ.

— Çул çинче кукăрăл! —тесе кăшкăрса юлчĕ Укахви.

— Халăха апла ан çиллентерĕр. Аннене кала-ха эсĕ, атте, — пуçне çĕклерĕ Энтри. — Ку саманара чухăнсем çанă тавăраççĕ, ыйткалакан хĕвĕнчи чул çамкана çапăнма пултарĕ.

— Эх, ачам, миçе каламан ĕнтĕ. Пĕтĕм ялпа харкашать, — терĕ те Çеркки аллине сулчĕ.

— Çитет сире йăпăртатса ларма унта! —Укахви кăмака умне утса пычĕ. — Тух, Çеркки, апат çи те ĕçе тытăн!

Çеркки тĕпсакайĕнчен тухнă чух чăркăшма яланах сăлтав шыракан Укахви хупкăç хăмине пырса тытмарĕ, пуçпа тĕртсе уçмалла пулчĕ. Ку вара Çерккие çиллентерсе ячĕ, анчах вăл арăмĕпе харкашас темерĕ, пĕр сăмах та чĕнмесĕр çăвăнчĕ, ывăлĕ килнĕ ятпа хур какайĕпе пĕçернĕ шаркку çирĕ те, çухаллă хура кĕрĕк тăхăнса, хăнана кайнă пек тухса кайрĕ. Ывăлĕн тĕпсакайĕнчи пурнăçĕ çинчен шутласа пынă май, çуталса тăракан сывлăшра куçĕ хуралса килчĕ, тутлă апат çинĕ пулин те, кăмăлĕ пăтранчĕ.

«Тĕпсакайĕнче урине тăсмасан юрĕччĕ», — тесе шухăшласа пынă май, вăл Варлам çурчĕ патне пырса çитрĕ, яланхи пек, хăйне çĕнĕ те çĕкленсе пыракан пуян вырăнне хурса, хапхаран мăнкăмăллăн кĕмерĕ, хăйне такам сыхланă пек ун-кун пăхкаларĕ.

— Килех, — терĕ сĕтел хушшинче ларакан йÿле пилĕк Варлам. — Ватăлни сисĕне пуçларĕ, Çеркки, нумай çывăратăп, çапах та анаслас килет.

— Ыйхă апатран та тутлă, — терĕ Çеркки, кĕрĕк аркине тавăрса пукан çине пырса ларчĕ.

— Самани те йывăр, манăн ыйхă та йывăр, — шăл хушшине чакаласа ларакан Варлам Çеркки çине шăтарас пек пăхса илчĕ. — Ĕçчен çынсем ман пек тÿшек çинче тăсăлса выртмаççĕ, çерçи пекех ир тăраççĕ те тутă пулаççĕ.

Çак сăмахсем хăйне те тивнине сиссе илчĕ Çеркки, ĕлĕкхи кив пуян вак-тĕвек пуянсене çерçисем пек кăна мул пухкалаççĕ тесе хăртма юратать. Нумай вăхат сывă мар выртнă хыççăн Варламăн хевти чылай чакнă, çÿлти тути чалăшнă, пуçĕ чĕтрекен пулнă, анчах куçĕсем, сунара тухнă йытă куçĕсем пек, чупкалаççĕ кăна.

Çеркки хытă кăмăлне уçмасăр ларакан Варлам умĕнче сăмах пуçлама сăлтав тупаймарĕ, ним çукран çеç каласа хучĕ:

— Аманни чиперех иртсе кайрĕ-ха сан, Варлам. Турра шĕкĕр.

— Хĕрлĕ юр çусан та иртес çук. Пуç шавлать, — терĕ Варлам. Унтан Çеркки çине шăтарас пек пăхса илчĕ. —Мĕн çăмăлпа килнĕччĕ капла ирех?

— Кĕрсе тухас терĕм.

— Ĕçчен çын ахаль килмен-тĕр.

— Сана пăшал кирлĕ тенине илтнĕччĕ, — терĕ те Çеркки, хăй куçне аяккалла тартрĕ.

— Ман унпа курăксене персе çÿрес-и?

— Ахаль пăшал мар, винтовка. Пĕр хутаç патрон та пур.

— Ăçтан тупрăн? —Варлам сĕтел хушшинчен ерипен утса тухрĕ.

— Пĕр çын килсе пачĕ. Ятне хам та пĕлместĕп. Хаклă ыйтать.

— Мĕн кирлĕ ăна?

— Тырă.

— Миçе кĕрепенкке?

— Вунпилĕк пăт.

— Мĕн эсĕ, Çеркки, ăс валеçнĕ чухне килте пулман-и?

— Хуçи çапла ыйтать,

— Эсĕ пĕрре сиксех пуйма ан тăрăш, мулу пырне ларĕ, — терĕ хытă сасăпа Варлам. — Хăçантанпа эсĕ вĕлтĕркке тилле тухса кайрăн?

— Сана кирлĕ пулĕ тесе килтĕм-çке, хам валли пĕр пус та пайта илесшĕн мар, тупата.

— Пилĕк пăт ыраш, — татса каларĕ Варлам. — Урăх манран пĕр мăскал та ан ыйт! Эсĕ пуйса кайни çинчен ялта хыпар çÿрет. Миçе пăт тырру пур?

— Хама çĕнĕ тырăччен çитĕ-ши, çитмĕ-ши, — терĕ те Çеркки аллине ĕнси çине хучĕ.

— Эпĕ сан кĕлете ухтарма пыраканни мар, ун пек çынсем халĕ вулăсра та, ялта та лăк-тулли. Кала миçе пăт?

— Алла яхăн.

— Эх, Çеркки, Çеркки! —терĕ Варлам, хулпуççине чĕтретсе. — Пуйма ĕлкĕреймен, суйма вĕреннĕ.

— Апла, пилĕк пăт ыраш, — терĕ те Çеркки, хăвăртрах тухса шăвăнма васкарĕ.

— Туюна илме Малля пырĕ, — тесе Варлам тĕпелти хыçлă пукан çине кайса сĕвенчĕ.

— Каçалапа пытăр. Халлĕхе сывă пулса тăр, — терĕ те Çеркки тухса кайрĕ, хăй Варлампа туслă тени тĕрĕсех маррине пĕтĕмпех сиссе илчĕ.

— Самана пăтранса кайман пулсан, эпĕ Çеркки пек çĕнĕ пуянсене лапчăтма пĕлĕттĕм. Эх! —тесе çилĕллĕ шухăша кайса ларчĕ Варлам лăпкă пÿлĕмре. Çерккипе калаçса кăмăлне тулаттарнă хыççăн мăйĕ йăрт-ярт тураса ыратнине сисрĕ, тăчĕ те армути ярса тытнă эрех кĕленчине сĕтел çине лартрĕ. Люшша хуларан илсе «илнĕ хăватлă эрех суран ыратнине сирсе яраканччĕ, тăвăлса çитнĕ кăмăла та уçаканччĕ — вăл пĕр курка тултарса ĕçсе ячĕ, вара хырăмран пуçланнă вĕри пĕтĕм ÿт-тирĕ тăрăх сарăлчĕ, пуç шавлани иртсе кайрĕ, ал-ури вăйлă пек туйăнчĕ.

Варлам малти кĕтессе, ылтăнпа та кĕмĕлпе тĕрленĕ турăшсем умне, пырса тăчĕ.

— Мĕн туса ларатăр эсир, туррăмсем! йĕри-тавра самана кĕрлесе тăрать, çын çынна перет, патша ÿпне-питне кайнăранпа пĕр çулталăк çитет. Эсир хăнк та тумастăр.

Варлам хĕрĕнкĕ чухне турăсемпе нумай калаçасшăнччĕ, никама та шанса калама юраман шухăшĕсемпе ĕмĕчĕсене пĕлтерес тенĕччĕ, анчах Люшша килсе кĕчĕ.

— Эсĕ мĕн ял касса çÿретĕн? —терĕ те, тарлă ÿтне çыпçăнакан кĕпине кăкар тĕлĕнче силлесе, пукан çине кайса ларчĕ Варлам.

— Çĕр чавса халтан кайрăм ĕнтĕ, чĕркуççисем чĕтрекен пулчĕç. Пăртакçă канам-ха. Хуларан та шалт ывăнса килтĕм.

— Кая юлмăпăр-и?

— Юлма та пулĕ, атте. Темле чавас?

— Натюка чĕн.

— Паянах-и?

— Халех!

Люшша ашшĕ сăмахĕсем мĕне тăнине питĕ лайăх пĕлет, хирĕç каласан, пĕтĕм кил-çурт кисренсе тăмалла тăвăл пуçланать, йывăр аллине мĕн кăна лекет — пукан-и е вут пуленки — пурте чун кĕнĕ пек вĕçет.

…Тиххан тăкăрлăк хĕрринчи лутра пÿрчĕ, ытти пÿртсенчен вăтаннă пек, çурри таранах кĕрт айне пулнă. Тăрринчи кивĕ улăмĕ те, ватă карчăкăн сайралнă çÿçĕ пек, çил çинче арпашăнса кайнă, йĕри-тавра хуралтă таврашĕ çук, вĕрлĕк хапха умĕнчи юра тасатман пирки, алăкне уçма çук, çавăнпа Люшша урлă каçса кĕчĕ. Тин кăна килкартине кăларса тăкнă çÿп-çап çинче çерçисем сиккеленĕ. Пÿрт алăкне уçнă-уçманах, тăпра урайпа çĕрĕк пĕрене шăрши тапса тухрĕ, Люшшан куçĕ хуралса килчĕ, пÿртре нимĕн те курăнмарĕ, Тихха арăмĕн сасси кăна илтĕнчĕ:

— Килях, Люшша!

— Килмеллех пулчĕ, — терĕ Люшша.

Пĕр самантрах куç умĕнчи хура-хара сирĕлсе кайрĕ. Урам енчи тĕнĕ пек пĕчĕк тăваткăл чÿречен пĕр ванчăк куçне çĕтĕк-çатăк персе чикнĕ, тепĕр куçĕнчен хĕвел кăштах сăрхăнса кĕрет. Арча пек кăмакине йывăç никĕс çине лартнă. Ун пек кăмакана кирпĕчрен мар, тăмран çапса тăваççĕ, шала та тытăнса тăмалăх кăна ванчăк кирпĕч татăкĕсем хураççĕ, мăрйи тÿрех мачча шăтăкĕнчен тухса каять, унăн витĕр пĕлет курăнать. Алăк патĕнче йывăç каска çинче Тихха пушăт шăйăрса ларать, пĕтĕм кĕлеткипе шĕшлĕ çине ÿпĕнсе эхлетет; Натюк тĕпелти сак çинче кĕнчеле арлать.

— Натюк, пирĕн килте ĕç пур, — терĕ Люшша, тĕпелелле иртмесĕрех, — атте çĕрĕн-кунĕн ĕç хушать.

— Кай, ара, кай, —терĕ Тихха, хăй йĕс хупкăçлă чĕлĕмне лаккаса илчĕ те пир кĕрри пек кĕрекен çутă пайăрки çине тĕтĕм кăларчĕ, тĕтĕмĕ, сÿтелсе кайнă çипсем пек явăнса, кăваккăн та симĕссĕн курăнса тăчĕ.

Пÿртрен тухсанах, Люшша Натюка хулпуççинчен йĕпетрĕ, сăмсине çыхнă шур пир çийĕн чупкаласа тăракан алхас куçĕпе пăхса илчĕ.

— Эсĕ мана юхха терĕн-им? —тесе Натюк васкаса утрĕ, хапха урлă йăпăртах каçса кайрĕ, Варлам çурчĕ умне çитичченех Люшшаран чылай малта пычĕ.

Вĕсем иккĕш пахча çумĕнчи кайри пÿрте кĕчĕç. Ку пÿртре çулла çын туллиех пулать — унта вăхăтлăха тарçа кĕрĕшнĕ çынсем выртса тăраççĕ, çавăнтах апат пĕçерме пысăк хуран пур, кĕтесре кашăк пĕрин çакăнса тăрать. Кĕркунне, чи кайран пулса çитекен сĕлле вырса кĕнĕ хыççăн, Варлам ытлашши çăвар тытмасть, çавăнпа пÿрте хутман, пĕренесене пас тытнă, чÿрече хушăкĕсенчен кĕнĕ юр çинче шăши йĕрĕсем пур.

— Урайне кăмака патĕнчен сÿтме пуçлатпăр, — тесе, Люшша çĕнĕ пальтине алăк патĕнчи йывăç пăтаран çакрĕ; хура пиншакĕ те, хыçалтан сăран тыттарнă шăлаварĕ те вĕр-çĕнĕ, вĕсене пурне те хуларан илсе килнĕ. Вăл икĕ хăма хушăкне пуртине лартрĕ, пĕр хăмине хайăрса кăларчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, урай вырăнĕнче тĕпсакай уçăлса выртрĕ, путмар сакки айĕнче пĕр хулан пĕрене кăна тăрса юлчĕ.

— Ĕшентĕм эпĕ. Кил-ха кунта, иккĕн выляса илер! — терĕ Люшша, хăй путмар сакки çине йывăррăн пырса ларчĕ, халех сиксе ÿкес пек, Натюк çине пăхса илчĕ, икĕ аллине ун патнелле тăсрĕ.

Тĕпелте кĕреçе çине тайăнса тăракан Натюк тĕпсакай урлă хăвăрт сиксе каçрĕ, алăк патнелле вирхĕнчĕ, анчах Люшша ăна сăхман аркинчен ярса тытрĕ те алăк урати çинчен туртса антарчĕ, Натюк çурăмĕ çине кайса ÿкрĕ, куçĕнчен вут тухрĕ. Çав самантрах Люшша унăн икĕ аллине хул сыппине сиктерес пек хайăрчĕ, хашăлтатса сывларĕ, пыр тĕпĕпе хыттăн мар каларĕ:

— Пурпĕрех качча каймастăн. Хăвна тăварласа хура- тăн-и?

— Караул çухаратăп, кай! —терĕ Натюк, Люшшана тĕртсе ярасшăн тапаланса.

— Ан çухăр. Эпĕ сана хура пуставран халат çĕлетсе парăп, — терĕ Люшша тытăнчăк сасăпа.

— Кирлĕ мар мана халат, — терĕ Натюк.

Натюк кăшкăрма ĕлкĕреймерĕ, Люшша унăн пуçĕнчи тутăрне сÿсе илчĕ те çăварне персе чикрĕ. Натюк урса кайнă Люшшан пичĕ çинчи пире сÿсе антарчĕ, вара сăмса вырăнне тарса юлнă икĕ хура шăтăк Натюка куççуль витĕр хăрушшăн курăнса кайрĕ, сехрине хăпартрĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

6

Хăвалăх ялĕ витĕр Изотов пĕрре кăна çÿремен. Урамсене касса иртекен çырма айккисенче авалхи лапсăркка йăмрасем шăрăх кунта та сулхăн лараканччĕ, вĕсем çинче утă валемĕ пек пысăк йăвасем пурччĕ, курак ушкăнĕ кĕр енне, хирсенче эрешмен карти вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçнĕ чух, çумăр пĕлĕчĕ пек хăпаратчĕ те тÿпере кĕвĕ каланă пек туйăнатчĕ. Халĕ çырма-çатра таврашĕнче юрпа витĕнсе çитеймен тăлăх тункатасем кăна лараççĕ.

Хăвалăх, Хусанпа Шупашкар хушшинчи аслă çул çинче ларать пулин те, хăйĕн çурчĕ-йĕрĕпе те, пуянлăхĕпе те ытти ялсем хушшинче палăрса тăмасть. Икĕ-виçĕ çурт, пĕр лавкка тăррине кăна тимĕр витнĕ, çырма тăрах пытанса ларакан ытти çуртсем çинче кивĕ улăм, çĕрĕ — хĕрлĕ тăм, аслă çул хĕрринче кăна хура тăпраллă ансăр лапам пур.

Хытă çĕр çинче пархатар курайман хресченсем пилĕк-ултă çухрăмри чугун çул çинче юр чаваççĕ. Хусан е Шупашкар енче епле те пулин ĕç тупаççĕ. Çулла вĕсене Атăл тăрантарать: пĕрисем пристаньсенче тиевсем çĕклесе эхлетеççĕ, теприсем пăр лариччен пăрахут çинче вак-тĕвек ĕçре çÿреççĕ те, хырăм тăраниччен апат çимесĕр перекетленĕ укçине йĕм çăртине çĕлесе, киле таврăнаççĕ. Самана тĕрлĕ хуçасемпе улпутсене касă айне пăрахма тытăнсан, Хăвалăх хресченĕсем аякка тухса çÿреме пăрахрĕç, ялта вăйпитти арçынсем те курăнсах каймаççĕ, çамрăксем граждан вăрçи хирĕсенче пăшалпа тупă кĕрлевĕнче çÿреççĕ.

Халăх ĕнтĕ хуласенче, пристаньсемпе станцисенче тилĕ хÿри пек телее хăваласа çÿремест, килĕнче епле те пулин çăкăр чĕлли пултăр тесе тăрăшать. Çырмари чăваш ялĕнче халĕ тÿрех ăнланса илме çук ыйтусене лайăх тавçăрма хăнăхнă.

Кама тилĕ тăлăпĕ,

Кама алăк хăлăпĕ… —

тенине часах ăнкарса илме пултарнă.

Кун пек вăхăтра айккине тăрăнса юлма, алла усса тăма хĕн: е хăмла пек тăрăлса ларнă пуянсем патне каймалла, е çаврăнса тăракан авăра чăммалла. Тертленсе çитнĕ, вăрçăра тăванĕсене çухатнă, йывăр пурнăçра кулма та маннă çынсем пуянсем патне çÿрекенсем çине хаяррăн пăхса илеççĕ:

— Э! —теççĕ те çĕр тĕпне анса каймалла сăмах хушса хураççĕ.

Хăвалăх пуянĕсем пÿлме тулли тырă тытассинчен, анкарти тулли капан лартассишĕн çунаканскерсем мар, вĕсем, суту-илÿ серепине лектерсе, таврари ялсене вĕри çатма çинче ташлаттарма ăста, хĕлле кивçен тавар та параççĕ, кайран вара, çутă çуналлă çăварни иртсе кайсан, вĕсен тарçисем килтен киле çÿреççĕ, чăвашсене чăхсем камшăн кăтăклани çинчен аса илтереççĕ.

Хăвалăхри хуçасем хăйсен ялĕнче катмар çуртсем лартмаççĕ, хуласенче те станцисенче çăмарта склачĕсем тытаççĕ, анчах килсе çÿреме вĕсен кунта та хăйсен çурчĕсем, ĕмĕрлĕхе ярса илнĕ çемçе анисем пур. Хуласемпе станцисене революци хумĕ пырса çапсан, хуçасем, хÿтĕ вырăн шыраса, хăйсен ялне тарса килчĕç.

Изотовпа Халапсин врач пĕр çуна çине ларса килчĕç, лавне никам патне те тăратма пĕлмерĕç, ял Совечĕн çурчĕ умне чарăнчĕç. Ку çуртра ĕлĕк эрех лавкиччĕ. Шалти пÿлĕме икке пÿлсе тăракан тăрăхла вăрăм сĕтеле илсе пăрахман, хĕрлĕ кĕпеллĕ хресчен эрех кĕленчине тытса тăнине кăтартакан ÿкерчĕк те çакăнса тăрать, пĕри ун айне: «Ан ĕç! »—тесе шурă пурăпа çырса хунă. Вулăсри çынсем килсе кĕрсенех, алăк патĕнчи сак çинче ларакан пилĕк-ултă çын тухса кайрĕç, пуç тавра чечеклĕ кивĕ тутăр яваласа çыхнă çын сĕтел хушшинче ларса юлчĕ.

Вăл çăмăллăн сиксе тăче те урай варрине тухрĕ:

— Аван-и, Изотов юлташ? —терĕ тахçанах такампа калаçма хатĕрленнĕ пек хаваслă сасăпа, хăй Изотова икĕ аллинчен тытса силлерĕ, Халапсин çине пăхса илчĕ.

— Эсĕ мĕн ман çине куç айĕн пăхатăн? —терĕ Халапсин, тăлăпне йÿле ярса. — Сутăçă та, шуйттан та мар, хамăр çын, тухтăр! —терĕ вăл, аллине ун хулпуççи çине хучĕ.

— Мана ялта Уланкă Кевришки теççĕ, хут çинче — Улангин Гаврил Харитонович, — терĕ Хăвалăх çынни, — хăйпе паллаштарса, çапса кăвакартнă пичĕ çинче ун хĕсĕк куçĕсем кăмăллăн çуталса илчĕç.

— Кам сан пит-куçна хитрелетсе ячĕ капла? —ыйтрĕ Изотов.

— Пирĕн ялта ун пек художниксем пур, — тĕре Улангин, куçĕ çинчен тутăрне сирсе. — Ялĕ пĕчĕк пулсан та, кунта, Изотов юлташ, самана кустăрми хĕрсех кусать. Эпĕ халлĕхе ялта пĕччен коммунист, анчах манăн шанчăклă çынсем пур. Эпир кунта пуху ирттертĕмĕр, пуянсене хĕскĕч хушшине хĕстертĕмĕр, пĕрин вăрттăн шăтăкне тупса, тыррине шăкăрт шăлса илтĕмĕр, мăкаçей кĕлетне хутăмăр, салтак арăмĕсене, вăрçăран уксах-чăлах килнисене пăртакçă тырă патăмăр. Унтанпа нумаях та вăхăт иртмерĕ, виçĕмкун салтакра пулнă туссемпе çур çĕрчченех калаçса ларнă хыççăн киле таврăнăттăм. Кĕпер айĕнчен иккĕн сиксе тухрĕç. Пĕри çапма аллине çĕклесен, эпĕ ун çине салтакла сиксе ÿкме тăтăм, анчах ĕлкĕреймерĕм, хама пырса тиврĕ, эпĕ пĕр тунката çине хытă пырса çапăнтăм, малалла тем курмаллаччĕ, юрать хыçран килекен çынсем пулчĕç.

— Камсем тапăнни паллă мар-и? —ыйтрĕ Изотов.

— Палласа юлма пулмарĕ çав, çĕр çăтнă пекех çухалчĕç. Салтакран тарса килнисем те пур, таçта çапкаланса çÿреççĕ, çăмарта хуçисем те яла таврăннă. Шăл хăйракан- сем нумай, — терĕ Улангин, çĕтĕле пуçланă кивĕ гимнастерка кĕсйинчен сарă хут татăкĕ кăларчĕ те Изотова тыттарчĕ. — Акă ĕнер каç манăн хапха хушшине хĕстерсе хăварнă…

«Эсĕ ху валли халех шăтăк чавса хур, — ерипен вулама тытăнчĕ Изотов, — тупăк та хатĕрле, мунча кĕрсе тасал. Эпир сана шаккаса пăрахăпăр, пыршусене кăларса илĕпĕр те çав пыршăсемпе ытти коммунистсене пăвса пăрахăпăр».

Малалла ытла намăс сăмахсем каяççĕ, вĕçĕнче: «Вилме хатĕрлен! »—тесе шултра саспаллисемпе çырнă, пысăк тупăк ÿкернĕ.

— Атьăр-ха, кĕлете кĕрсе пăхар, — терĕ Улангин. — Хапха умне вилнĕ чăх çакса хăварнă, вулăсрисене кăтартас тесе, юри пытарса хутăм.

Вăл килкартинчи кĕлетĕн пашалу пек пысăк çăрине шăкăртаттарчĕ те тимĕр алăка уçса ячĕ.

— Акă епле хăтланаççĕ тăшмансем, — терĕ Улангин, мăйĕнчен пăявпа çыхса çакса хунă усăнчăк çунатлă чăпар чăх çине кăтартса.

Изотовпа Халапсин, нимĕн чĕнмесĕр, шалт тĕлĕнсе пăхса тăчĕç. Тахçанах вилнĕ, йытă çăварĕнче те пулнă, çăхан умĕнче те выртнă чăх уринчен хут татăкĕ çакса янă, унта кукăр-макăр саспаллисемпе çапла çырнă: «Манăн камунсем валли çăмарта тăвас килмест, çавăнпа çакăнса вилетĕп».

— Хăратасшăн, — терĕ Улангин, кĕлет алăкĕ çине çăра çакнă май. —Хăраканни эпир мар, йексĕксене хытăрах хĕстермелле.

— Гаврил Харитонович, сирĕн яла чăнах та кашкăрсем нумай тапăнаççĕ-и? — ыйтрĕ Изотов, пÿлеме кĕрсен.

— Мĕнле кашкăрсем? Тĕрлĕ кашкăр пур. — Вулăсран килнĕ çын вăлтса калать-ши ку сăмахсене, тесе шутларĕ Улангин.

— Тукмак хÿресем.

— Пĕрре, кĕркунне, çил арманĕ патĕнче пĕр пăрăва пăвса пăрахнăччĕ, унтанпа нимле сас-хура та çук.

— Эпĕ вулăсра кашкăрсем ĕрчесе кайни çинчен темле сăмах та илтрĕм ĕнтĕ; сирĕн яла нумаях пулмасть виçĕ кашкăр тăр-кăнтăрла пырса кĕнĕ текен юмах та пур.

— Юмах çав, юмах, Дмитрий Изотович, — Улангин сасси пăшăрхануллăн тухрĕ. — Мана кĕпер çинче икĕ кашкăр тапăнни çинчен каларăм-çке.

— Гаврил Харитонович, юптарса мар, чăннипе калатăп, — Изотов Улангина аллинчен тытсах хăйпе пĕрле сак çине лартрĕ. — Сунарçăсен ушкăнне тăвасшăн, пăшал ыйтаççĕ…

— Камсем?

— Такам та пырать.

— Парăр, вĕсем вара пире кĕсенпе çапмĕç, пĕр-пĕр кĕтесрен пăшалпа персе ÿкерĕç. Ан кÿрен те-ха, Изотов юлташ, эсир, вулăсрисем, ман пек çынсем çинчен манарах каятăр. Çурхи пăр çинчи пек çÿретпĕр, халех пăр хускалса каяс пек, пире çăтса ярас пек…

— Ялти коммунистсене пăшал кирлех, — терĕ, витере çакăнса тăракан вилĕ чăх пирки шухăшласа, халиччен те пĕр чĕнмесĕр ларнă Халапсин.

— Эсир шухăшласа пăхăр-ха, — Улангин сак çинчен сиксе тăчĕ. — Пирĕн ял халĕ сĕм вăрман пекех, унта темле тискер кайăк та пытаннă. Çур çĕр вăхăтĕнче пĕр-пĕр хĕсĕк тăкăрлăка пĕччен кĕме шикленетĕп. Эпĕ хăравçă мар. Манăн кулак кулли пулас килмест. Эх, пурнăç!

— Пит ан хăрат, — терĕ Изотов, — апла сана йăмра тункати те çĕрле тăшман пек курăнса кайĕ.

— Тунката-и, кулак-и — курăнĕ, — çиллес татса хучĕ Улангин. — Тăшмансене çăварлăхламасан, малалла начар пулĕ. Чавса çывăх та, çыртма çук, Изотов юлташ! Ĕнер ман пата Хĕр-Ваçка килсе кайрĕ те шалтах тĕлĕнтерчĕ. Вĕсен ялĕнче Варлам, патша чухнехи пек ирĕк пурăнать, тет, ялти выçă çынсен кăмăлне вĕчĕлтеттерме хĕл варринче чÿречине уçса ярать, тет, граммофон кăларса лартать, тет.

— Эсĕ Ваçкана лайăх пĕлетĕн-им? —ыйтрĕ Изотов.

— Пĕлмесĕр, Ваçка аппăшĕ манăн арăм.

— Э, — терĕ Изотов, урăх нимĕн те калама пĕлмерĕ. Пăтранса тăракан вулăса ертсе пырасси, алла икĕ пăтлă туптавçă тытса, тимĕрçĕ лаççинче ĕçлесси кăна мар çав, питех те йывăр иккен.

— Ялта хăрушă иккенне пысăк çынсем мар, ача-пăча та ăнланать, — тарăхса каларĕ Улангин. — Эпĕ ирхине тухса кайнă чух манăн ачасем пурте шăкăр сиксе тăраççĕ. «Атте, çĕрле çÿреме патак ил!»—теççĕ. Эпĕ кулаксене патакпа хирĕç тăрам-и? Эсĕ, Изотов юлташ, час-час килсе çÿре, пулăш! Таркăн салтаксене те тытмалла, кулаксем пытарнă тырра та тупмалла! Çитменнине, вĕри чир килсе кĕчĕ.

— Тиф? —Хăйне тем пĕçертнĕ пек сиксе тăчĕ Халапсин.

— Çавă: кÿршĕ касрах халĕ пĕр килте ашшĕпе икĕ ачи ăнсăр выртаççĕ. Ĕнер кĕрсе куртăм, — Улангин шыçса кайнă хĕсĕк куçĕпе Халапсин çине тилмĕрнĕ пек пăхса илчĕ. — Хапхи çине тикĕтпех: «Ан кĕрĕр! » тесе çырса хăвартăм, юпи çине çĕтĕк çăпата çакрăм. Выçăхса вилес патне çитнĕ çемйине хамах мăкаçей кĕлетĕнчен пĕр пăт ыраш леçсе патăм.

— Эсĕ мана ăçтан каймаллине кăтартса яр! Халех каяр! — Халапсин тăлăпне хыврĕ. —Кунта çакса хăварма юрать-и?

— Юрать. Кантура питĕрсе хăварăпăр.

Вĕсем виççĕш те урама тухрĕç. Хĕллехи кун кĕске, Вулăсран килнĕренпе нумай та вăхăт иртмерĕ, хĕвел анса ларасси йывăç çÿллĕш кăна юлнă, йăмăх хĕрлĕ пайăркасем юр пĕрчисем çинче сиксе выляççĕ.

— Сана, Дмитрий Изотович, манпа çапкаланса çÿреме кирлĕ мар. Эпĕ Улангинпа пĕрле кайăп, — терĕ Халапсин, хура пальто çинчи тăлăпран çакланнă шурă çăм пĕрчисене илсе. — Эпĕ чирлисем килне хамах тупма пултаратăп, хапха юпи çине çакнă çăпата çине кăна пăхса пырăп. Улангин мана çул кăтартса ярĕ.

— Эсĕ питĕ ăслă-çке, Гаврил Харитонович, — пăртакçă куланçи пулчĕ Изотов. — Хапха юпи çине çĕрĕк çăпата çакни мăшкăлланă пек пулмасть-ши ку, тесе шутланăччĕ эп.

— Пурте шалт тĕлĕнсе пăхчăр, — терĕ Улангин; салтак шинелĕ ăна яштака та çамрăк çын пек кăтартать. — Тикĕтпе çырнине вулатăр, сехри хăпса тăтăр, — терĕ те вăл, Халапсин çумне пырса, шĕвĕр пÿрнипе тĕллесе кăтартрĕ: — Ав, лере, кĕпер урлă каçсан, сулахай еннелле каймалла, лавкка умĕнчен иртмелле.

— Эсĕ, Дмитрий Изотович, паян мана кĕтсе ан тăр. Пĕчченех юрттар, —Халапсин çил арманĕ çунатне кăнтарса ларакан сăрт еннелле утрĕ.

Изосим Онисимович Халапсин, халăхшăн ялан тăрăшакан ырă та паттăр кăмăллă вырăс çынни, интеллигент кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ, Чикме таврашĕнчи пĕчĕк лавкка хуçи ачи, Хусан университечĕн юристсене вĕрентсе кăларакан факультетĕнчен питĕ лайăх вĕренсе тухнă. Вăл пысăк пайта та ят паракан вырăншăн хыпăнса ÿкмен, хăй мĕн ачаран пĕлсе тăракан чăваш халăхĕ хушшине тухса кайнă, суд следователе пулса ĕçленĕ, мĕншĕн тесен çак ĕçре вăл хăйне халăхшăн питĕ кирлĕ çын тесе шутланă. Суд чиновникĕсемпе тиексем, пуршăн-çукшăн суд серепине лектерсе, чухăнсен çуртне-йĕрне те, юлашки выльăх-чĕрлĕхне те суттарнă. Чăвашсем турăран аплах хăраман, ăна юсман та нухрат парса йăпаткаланă, чиновниксемпе тиексене вара турăран çÿле хунă, вĕсем халăх сехрине хăпартакансем пулнă. Халапсин ашшĕ халăха çаратакан мурсемпе хаяр кĕрешнĕ, унăн йывăр ĕçĕ хăш чухне ăнăçлах та пулман, анчах халăх тĕрĕс тÿрене юратнă, унăн вулăсри çуртĕнче хÿтлĕх шыраса килнĕ çынсем яланах нумай пулнă. Час-часах вăл эрни-эрнипе халăх хушшинче пурăннă, чăваш уявĕсене ним тиркемесĕр çÿренĕ, юрăсемпе такмаксене, юмах-халапсене, ваттисем ĕлĕкхине аса илсе каласа панисене итленĕ, вĕсене тĕплĕн çырса пынă, килне таврăнсан, суд кантурĕнчи тĕркешÿре ывăннине пăхмасăр, каçсерен сĕтел хушшинче ĕçлесе ларнă, вăл чăваш халăхĕ çинчен статьясем çырнă, кĕнекесем кăларнă.

Ашшĕ чăваш халăхне юратни пĕтĕм кил-йыш йăли пулса тăнă. Хутран-ситрен килкартине сĕм суккăрсем туяпа хыпала-хыпала пырса кĕнĕ, Ашшĕ вĕсемпе юнашар ларса калаçнă, ывăлне:

— Эсĕ те итле, ывăлăм, — тенĕ.

Ашшĕн чи юратнă поэчĕ Некрасов пулнă, хĕн-хур тÿссе пурăнакансем çинчен çырнă сăввисене вăл пăхмасăр калама та, килĕнче вуласа пама та юратнă. Гимназирен вĕренсе тухнă хыççăн Изосим Онисимович малалла мĕнле çулпа каяс пирки ашшĕпе нумайччен канашласа ларнă.

— Халăха кам кирлĕ? —тесе ыйтнă ашшĕ.

— Врач, — татăклăн каланă ывăлĕ.

Изосим Онисимович, ашшĕ пекех, Хусан университетне пырса кĕнĕ, медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Çавăнта вĕреннĕ чух вĕсем пĕррехинче ăс-тăн чирĕпе чирлекенсене пăхакан клиникăна кайнă, профессор студентсене палатăран палатăна илсе çÿренĕ, хăйсене патша е генерал вырăнне шутлакан сывă мар çынсемпе калаçнă. Пĕр палатăра типсе кайнă ватă чăваш ларнă, аллине пĕр вĕçĕмсĕр пуçĕ тавра çавăрнă.

— Шăна нумай! —тенĕ ватă çын, шăна тавраш ниçта та вĕçсе çÿремест пулин те.

Изосим Онисимович чăваш каланине профессора вырăсла куçарса панă чухне пĕр студент, хăйне çивĕч чĕлхеллĕ çын вырăнне хурса:

— Чăвашăн ăсран тухма ăсĕ пур-и вара? —тесе ыйтнă та ытти студентсемпе пĕрле ихĕрсе илнĕ.

Изосим Онисимович шăлйĕрен студент умне шăнарайми çилĕпе пырса тăнă:

— Мĕн терĕн? — тесе кăшкăрнă та çак каппайчăка пĕтĕм вăйĕпе çутăлтарса янă.

Изосим Онисимович нихçан та хăй ашшĕне урлă пулса курман, вăл мĕн каланине яланах итленĕ, сывлăхне çирĕплетес енĕпе те вăл ашшĕ йăнăшĕсене тытса пынă. Ялан Атăл хĕрринче пурăннăскер, ишме юратнă вăл, тĕреклĕ сывлăхлă ÿснĕ. Унан йывăр та тĕреклĕ алли хăпарса тăракан кăпăш пите тараса пуканĕ пек пырса тивнĕ, студент стена çумне сирпĕнсе кайнă.

— Псих! —тесе кăшкăрса янă студент тусĕсем Халапсина.

— Псих пулсан та, тĕрĕс, — тенĕ кĕтмен çĕртен ватă профессор, кăвакарнă çăра куçхаршисене йĕрĕнтерсе. — Эпĕ сире халăх çине çапла пăхма вĕрентетĕп-и?..

Изосим Онисимович, врач ятне илсен, чăваш ялне кайнă. Çĕнĕ больница ял хĕрринче пулнă, йĕри-тавра çап-çара çĕр ахалех сарăлса выртнă. Епле те пулсан илем кÿрес тесе, çамрăк врач чул çурт тавра хÿме тыттарнă, малтанхи çуркунне йывăçсем лартма ĕлкĕреймен, икĕ теçеттин ытла мăкăнь акса хăварнă. Вулăса темле çамрăк камит килнĕ текен хыпар таçта та сарăлнă, анчах кулăш пуçтарнине пуçтаракан сас-хыпар нумая пыман. Пĕр-икĕ çын йывăр чиртен сывалнине илтсенех, Изосим Онисимович патне халăх хăпса пыра пуçланă; чечеке ларнă мăкăнь ани, йĕри-тавра асамат кĕперĕ ÿкне пек, хĕрлĕ те кĕрен, сарă та шурă тĕссемпе çиçсе выртнă, йывăр чирлĕ çынсем те, аран-аран чÿрече патне пырса, савăнса пăхса ларнă.

Изосим Онисимович, çирĕм çул хушши ĕçлесе, хăй валли çурт та лартайман, мĕншĕн тесен укçине чылай чухне больницăшăн тăккаланă. Анчах вăл иртнĕ çулсемшĕн ÿкĕнмен, чирлĕ çынсен кăмăлне çĕклентерме, вĕсен тĕксĕм пурнăçне кăшт та пулин çутатма тăрăшнă.

Авăн çапнă чух анкартине акăш-макăш вăйлă çил пырса кĕрет, сарамри кĕлтесене пăлтăр-палтăр çавăрса вăратать, çара йĕтем варрине вара юпа кăна тăрса юлать. Халапсин пуçĕнчи шухăшсене те халь, ак, Улангин каласа панă хыпар йăлт вĕçтерсе-салатса ячĕ. Пер шухăш çеç — тиф чирĕпе кĕрешес шухăш—пĕччен юпа пек тăрса юлчĕ. Изосим Онисимович, çырма урлă каçса сăрта хăпарсанах, тăрăсăр хапха юпи çинче çăпата çакăнса тăнине, тÿрĕ вĕçсе килекен икĕ чакак çак тĕлтен сасартăк айккинелле пăрăнса вĕçнине курчĕ.

Изотовпа Улангин, Халапсинран уйрăлсан, ерипен калаçса пычĕç. Тăкăрлăкра йытă вĕрнине илтсен, Улангин çул хĕррине пăрăнса тăчĕ те:

— Çул пар! Халĕ камит килет, — терĕ.

Чăнах та, вăрăм çара çуна кÿлсе янă икĕ йытă, хÿрисене тăратса, пĕр-пĕрин енне пуç тытса, вĕрсе тухрĕç; вĕсен хыçĕнчен сăхманне алшăллипе туртса çыхнă, хăлхаллă çĕлĕк тăхăннă çич-сакăр çулхи ача чупса пырать, хăй шĕвик те шĕвик шăхăра-шăхăра илет.

— Ăçталла, Арçук? — терĕ Улангин.

— Вăрмана! —мăнкăмăллăн каласа хучĕ ача, кăшт чарăнса утса, Изотов енне çаврăнса пăхрĕ те чупрĕ, çăпатисен айĕнчен юр пĕрхĕнсе тухни çеç курăнса юлчĕ.

— Мĕнле ача ку, харсăрскер? —ыйтрĕ Изотов.

— Кам пултăр… Тăлăх ача, — терĕ Улангин ачана мухтакан хаваслă сасăпа. — Ашшĕ нимĕç вăрçи тухсанах кайнă, халĕ те çапăçать.

— Çапăçать, тетĕн…

— Пирĕн май çапăçать, — Изотова пÿлсе каласа хучĕ Улангин. — Çак пĕчĕкçĕ ача шăллĕпе аслашшĕне тăрантарса пурăнать, ларма та, тăма та пĕлмест — ялан ĕçре. Халĕ вăл вăрмана çапă пуçтарма кайрĕ ентĕ.

Вĕсем чиркÿ каçăрăлса ларакан лапама килсе тухрĕç. Ĕлĕк пасар пулнă вырăна кĕрт хĕвсе кайнă, анчах лапам айккинерех ларакан икĕ хутлă кĕлет уме тап-такăр.

— Мăкаçей кĕлечĕ, — терĕ Улангин, ун умне пырса тăрса.

Çав самантрах чиркÿ пахчи çумĕнчен иртекен сарлака сукмак çинче юр кăчăртатни илтĕнсе кайрĕ. Килекен çыннăн çийĕнче хура та шурă тăла татăкĕсемпе сапланă ула-чăла шинель, пĕр ури йывăç, тепринче тĕпленĕ çăматă.

— Мăкаçей хуралçи, — пĕлтерчĕ Изотова Улангин.

— Аван-и, Изотов, —терĕ çак çын, аллине хаваслăн тăсса. — Эсĕ мана манса кайнă-тăр. Тимĕрçĕ лаççине кам кăна кĕрсе тухман, ăçтан пурне те астăвăн?.. — утса халтан кайнă çыннăн сăмахĕсем пĕрхĕнсе тухрĕç, хăй хашкаса сывласа илче, салтак çĕлĕкне лĕпки çине сиктерсе лартрĕ те аллипе тарлă çамкине шăлчĕ. — Эсĕ мана йывăç ура валли йĕс ункă туса панăччĕ. Шĕкĕр турра, халĕ те тÿсет!

— Пурнăç мĕнле? —ыйтрĕ Изотов.

— Пурнăç-и? Унта та пăрăнăç, кунта та пăрăнăç, ăçта савăнăç, ăçта хăрăнăç — халлĕхе пĕлместпĕр, шавлатăр, кĕрлетпĕр, хĕрне çураçман, каччине курман — туй тăватпăр. Эрехне сыпман — паттăр, малалла та вăй патăр…

— Калаçма ăста эсĕ, — терĕ Изотов.

— Ара, ĕлĕк мăнкĕрÿ пулнă, — йăл-йăл кулкаласа каларĕ Улангин. — Хура сухалне тураса кăтралататчĕ, хулпуççи урлă тĕрленĕ сĕлкĕ[i] çыхса яратчĕ, такмакне чăх сăхса çитермелле мар хăвăрт калатчĕ. Эсĕ мана та ăнлантартăн, Палюк пичче. Мăнкĕрÿ чухне хĕп-хĕрлĕ кĕпе тăхăннăччĕ.

— Эсĕ çынни чипер, Кевриш, анчах туй тумасăрах мухмăрлă çÿретĕн. Пуçу ыратмасть-и? — пусăрăнчăк сасăпа ерипен каласа хучĕ йывăç ураллă çын.

— Пăртак янăрать.

— Татах та янраттарса яма пултарĕç. Шăпăрлансем алхасса кайрĕç. Ĕнер кĕлет умĕнче хуралта ларатăп, çурçĕр иртнĕччĕ, Тĕттĕмре кĕлет хыçĕнчен икĕ çын килсе тухрĕç, ним те чĕнмерĕç, мана шаннă лаша пăхĕпе персе хăварчĕç. Мăшкăл куратпăр, Изотов. Мăкаçей кĕлетĕнче кулакран тăпăлтарса илнĕ тырă выртать. Эпĕ пур, хур чĕпписене сыхланă пек, алла патак тытса ларатăп. Пăшал пар мана!

— Парăпăр.

Çак вашават кăмăллă çын, хăйне пăшал пама пулнишĕн хĕпĕртесе, ял хыпарĕсене питĕ ăста кала-кала кăтартрĕ. Изотовпа Улангин, ун калавне итлесе, чылай вăхăт тăчĕç мăкаçей кĕлечĕ умĕнче. Кĕлет таврашĕнчи çерçисем те шăпланчĕç, хĕвел те анса ларма ĕлкĕрчĕ, Изотов Халапсина та пĕччен хăварас мар, ял хыпарĕсене тĕплĕрех пĕлес тесе, Хăвалăхра çĕр каçма илесшĕнччĕ. Анчах паян вулăс центрĕнчи Халăх çуртĕнче спектакль пулмалла, унта ытти ялсенчен те пухăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Изотовăн каялла васкама тиврĕ.

Мăкаçей кĕлечĕ патĕнчен ял кантурне утнă чух вăл Улангина хăйпе пĕрле спектакле ларса пыма чĕнчĕ.

— Манăн пысăк ĕç пур. Кулаксене шăршлас пулать, çынсене те систерсе хунă, —терĕ ăна хирĕç Улангин. — Паян кулаксен ĕçкĕ пулмалла, ытти çĕртен те пуянсем килмелле. Илтетĕн-и?

Аслă çул хĕрринчи касра кăшкăрса юрлани, темле урмăш сасăсем çухăра-çухăра яни илтĕнсе кайрĕ.

Лаша канса тăнă хыççăн хăвăрт юртать. Ялтан тухсан та пуянсен ĕçкĕ шавĕ хăлхаран каймарĕ, Изотова çиллентерсе пычĕ.

«Улангин калашле, ял сĕм вăрманах иккен. — шухăшларĕ вăл. — Кун çутинче урамра пуян курăнмарĕ, тĕттĕмре кăна кашкăрсем пек улăма тытăнчĕç».

Çул çырма тăрăх хуралса тăсăлакан лутра хăйăлăх хĕррипе пырать-пырать те сăрт çинелле хăпарать. Тин çеç тухнă тулли уйăх çутинче хирти юр йăлтăр-йăлтăр çуталчĕ, çăлтăрсем шупкалчĕç те вĕтелчĕç. Икĕ вăрман хушшинчи хĕсĕк тĕлĕке аялтан çутатакан уйăхăн çути ÿкмест, çул тĕттĕм урам пек тăсăлать. Сасартăк çул хĕрринчи йывăç тĕмĕ хыçĕнчен хура мĕлке сиксе тухрĕ те лаша пуçĕ патне вирхĕнчĕ. Изотов «но-но! » тесе кăшкăрса яче те, ура çине сиксе тăрса, лашине тилхепипе хытă çапрĕ, тăсăлса ÿкнĕ хура мĕлке урлă çуна сиккелесе илчĕ. Çав самантра хыçалтан, сиксе ÿкес пек, тепĕр мĕлке тухрĕ, пăшал сасси хаплатса кайрĕ… Çуна сулăнка çапăнчĕ те, Изотов тарăн юр çине пашт сирпĕнчĕ.

Вăл кĕсйинчен маузерне кăларчĕ, куçне сирпĕтсе кăларас пек тинкерсе пăхрĕ, анчах пуçне çĕклемерĕ, тытăçăва хатĕрленсе, икĕ аллине те тăлăп çаннинчен кăларчĕ. Кăшт тăрсан, çул çине хура мĕлке утса тухрĕ, кашкăр çиле шăршланă пек, чарăна-чарăна тăчĕ, персе тивертнипе çуна çинчи çын сирпĕнсе юлчĕ тесе шутларĕ пулас, хăвăрт утма тытăнчĕ. Изотов ăна пĕр самант та прицелран ямарĕ, пĕр вунă-вунпилĕк утăм юлсан — печĕ, хура мĕлке йăванчĕ.

«Лекрĕ-ши е ахаль йăванчĕ-ши?»—тесе Изотов нумай вăхат маузерне хатĕр тытса выртрĕ, сылтăм алă пÿрнисем кÿтсе ыратни те сисĕнчĕ. Хура мĕлке сиксе тăрса каялла чупнине курсанах, Изотов ун хыççăн виркĕннĕ: «Эй! »—тесе пĕр-икĕ хут хытă кăшкăрса илче. Лешĕ çуна айне пулса юлнă мĕлкерен иртсе кайрĕ те вăрманалла парăнчĕ. Сиксе лармалăх кăна хушă юлсан, Изотов тĕллесе тăмарĕ — печĕ. Хура мĕлке çинçе сукмак çине, аллисене икĕ еннелле сарса ярса, лап тăсăлса выртрĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

7

Килте мĕнле кăна капăр тум пур, çавна тăхăнса, çынсем Халăх çурчĕ умне тĕттĕм пулнă-пулманах пухăнма тытăнчĕç. Йĕлмекассинчен килнисем хушшинче сарă кĕрĕклĕ Чинук утса çÿрет; Ирккапа Маня та, шкултан тухнă-тухманах, апат пиçессе те кĕтсе тăмасăр, Халăх çуртне чупса килнĕ.

Халăх çурчĕн хура çаранпа сăрнă алăкне паян шалтан питĕрнĕ. Каç енне сивĕтнĕ пулин те, ачасем шансах каймарĕç, пысăк çынсем хушшинче çÿренĕ чух вĕсене ăшă пулчĕ.

Халăх çуртĕнчен инçе мар, ĕлĕк мунчала склачĕ пулнă пысăк хуралтă умне, мăшăр ут кÿлнĕ хыçлă çуна чарăнчĕ, ларкăчĕ çинчен лапсăркка тилĕ кĕрĕк тăхăннă Люшша сиксе анчĕ, лашисен пуçĕсене сĕлĕллĕ хутаçсем тăхăнтарчĕ. Пиччĕшпе пĕрле килнĕ Малля, çывăрса кайнă урисене вăратас тесе, тайкаланса сиккелерĕ.

— Телĕнтерем-и, пичче? —терĕ вăл.

— Тĕлĕнтер! — Люшша аллинчи саламачĕпе кăçат кунчине çапса илчĕ.

Малля чĕркесе килнĕ граммофон çуна тĕпĕнчен çĕклерĕ те ларкăч çине лартрĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, сарлака çăварлă тĕлĕнтермĕшрен хулăн саслă арçын ахăрса юрлани Атăл тăрăх янраса кайрĕ. Халăх çурчĕ умĕнчи çынсем кăмăрт-кăмăрт сĕлĕ çиекен мăнтăр лашасене хупăрласа илчĕç.

— Хуларан вăрласа килнĕ, пĕр майрана çаратнă! —терĕ пĕри халăх хушшинчен.

— Вăрламан, хамăр илнĕ, — терĕ ытла хĕстерсе çитернипе çуна çине хăпарса тăнă Малля.

— Вăрланă! —илтĕнчĕ çав сассах.

Маньăпа Иркка хĕсĕнкелесе çуна патнех тухрĕç.

— Мĕнле хăрама пĕлмест ку ача-пăча, шĕшлĕ пекех… Хĕстерсе вĕлерĕç. Тухăр кунтан! —терĕ Иркка çумĕнчех тăракан пĕр палланă хĕрарăм сасси.

Иркка çÿлелле пăхрĕ. Тÿпере, кĕл çине сапнă кĕленче ванчăкĕсем пек, çăлтăрсем ялкăшаççĕ.

— Курас килет-и?—малтан калаçнă хĕрарăм Ирккана çĕклесе илчĕ те хулпуççи çине лартма хăтланчĕ.— йывăр. Ара, ку Иркка мар-и?

— Эпĕ-çке, Чинук аппа!— кăшкăрса ячĕ Иркка, аппăшне мăйĕнчен ыталаса илчĕ.

Йĕри-тавра халăх кĕр-кĕр кĕрлесе тăрать.

— Ăçтан илсе килнĕ ку машинăна?

— Йĕлмекассинчен.

— Ара, Варлам ачи…

Халăх хушшинче çапла калаçни Чинука канăç памасть, чĕрине вĕчелтеттерет. Кирек камăн та хăй ялĕпе, унта чул айĕнчен шăнкăр-шăнкăр тутлă шыв юхса тухнипе, пĕр-пĕр илемлĕ хĕрпе те мухтанас йăла пур. Ĕлĕк акатуйĕнче хăйсен ял çынни паттăра юлсан е чуптар лаша ăмăртса мала тухсан, Чинук Йĕлмекассинчи ытти хĕрсем пекех, эрне хушши ытти ялсен хĕрĕсем умĕнче мухтанатчĕ, хăй Йĕлмекассинче çуралса ÿсни ăна пысăк телей пек туйăнатчĕ. Халĕ вулăсри кермен умĕнче, Атăл хĕрринче, Люшша граммофон ахăрттарнн пуçри тутăр çине мăшкăлласа çăнăх сапнă пек намăс туйăнать, пуçа çĕклес те килмест.

Аманнă хыççăн чĕтре пуçлă пулса юлнă Варлам ку яхăнта каллех çунатне сарса ячĕ, ĕлĕкрен пыракан хыткукар йăлине пăрахнă пек хăтланчĕ, выçăхса хăрăннă çынсене кивçен пилĕк-ултă крепенкке тырă паркаларĕ.

«Çылăхăм пысăк, тасалса вилесчĕ»,— тесе каланă пулать Варлам. Çак сăмаха чылай çын ĕненнĕ, хĕл варринче йĕкĕр капансен тырри ăçта кайса кĕни çинчен те манса кайнă. Хĕр-Ваçка пухусенче Варлам пирки хытах каларĕ пулин те, чухăнсен шухăшне вулăсра хут çинех çырса хучĕç пулин те, Йĕлмекасси пуянĕн пуçĕ çинче пурпĕрех вĕчĕллĕ аслати кĕрлемсрĕ, калаçнă сăмах, шыва ывăтнă чул пек, пăртакçă хум ячĕ те çухалчĕ. Вулăсри кантур таврашĕнче çапкаланса çÿрекенсем хушшинче Варлам пылне тутаннă çынсем пурах.

Халăх çурчĕ умĕнче шăнкăрав янăрарĕ. Граммофон çăварне пас тытнă пулас, юлашки ташă кĕвви янăрамасть, чăнкă çыранта кашкăрсем харкашса уланă пек илтĕнет. Чинук Ирккапа ун тусне çавăтса утрĕ. Ярах уçса пăрахнă алăка халăх пырса капланнă, кĕме те, каялла чакма та çук. Çуйăхни, кăшкăрашни илтĕнет.

—Чинук аппа! Эй, Чинук аппа!—чĕнчĕ халăх хушшине хĕсĕнсе кĕнĕ Иркка.

— Мĕн?

— Эсĕ пире çĕкле те ларт,— Иркка аппăшĕн аллинчен уртăнчĕ.

— Ăçта лартас?

— Çынсем çине.

Чинук, кĕтмен çĕртен мел тупнă Ирккаран тĕлĕнсе, кулса ячĕ, ăна тĕттĕмре курăнса каннă çÿллĕ çын хулпуççийĕ çине çĕклесе лартрĕ, унтан Маньăна та лартса ячĕ.

—Эй, эй, пуç çинче ан ташлăр!— кăшкăрса илчĕ пĕр арçын сасси.

Унччен те пулмарĕ, хыçалтисем, тĕкме йăвантарнă пек, хытă тĕртрĕç, малтисене алăкран сирпĕтсе кĕртрĕç. Йăванса каясран Иркка хăй ларса пыракан çынна пуçĕнчен ярса тытасшăн пулчĕ, çĕре мар, халăх çине ÿкрĕ, аллинче такам çĕлĕкĕ тăрса юлчĕ. Унтан малалла сиксе тухрĕ те васкаса чупрĕ.

— Виçĕ вырăн йышăнăр!—терĕ вăл хашкаса тăракан Маньăна, хăй пуçĕ çинче çĕлĕк çавăрса кăшкăрчĕ:— Эй, çĕлĕк камăн?

— Ман çине утланни эсĕ иккен!—терĕ пушă саксем хушшипе утса килекен çын.

— Эпĕ эсĕ иккенне пĕлмен.

— Пĕлсен вара?

— Теприн çине ларнă пулăттăм.

Çав вăхăтра Чинук та сак хĕррине пырса ларчĕ, ытлашши вырăн пулсан та, Ирккана хăй арки çине илчĕ.

Аппăшĕ хăй арки çине ачашласа лартни Ирккана питĕ килĕшрĕ, яăл апла ытти хĕрачасене вĕчĕхтерме пултарать. Аппăшĕ ташланă чух икĕ аллипе пилĕкне тытса ярăнса иртет, кулнă чух, тутисем çинчен кĕмĕл укçа ÿкнĕ пек, сасси ян каять; ĕçре Чинукăн алли çăмăл, чунĕ тÿсĕмлĕ.

Шăнкăрав виçĕ хут шăнкăртаткă хыççăн варрине çурлапа мăлатук ÿкернĕ чаршав сцена урлă туртса çыхнă çип тăрăх кăр уçăлчĕ. Аслă класра вĕренекен Гриша ятлă ача сцена çинче тарăхса уткалать, сухалĕ вăрăм, çийĕнче сăхман, куçхарши хуп-хура, ăна хăрăмпа ытлашши те хуратнă.

— Манăн халех халăх çине каймалла,— тет вăл, ялти кулаксене тустарма вăхăт çитни çинчен каласа парать, аллисене сулкалать.

Учительница, Анна Ивановна, сала майри пек шалпар сарафан тăхăннă, питне пĕрĕнчĕк кăтартас тесе шурăпа та, хурапа та сĕрсе пĕтернĕ, кĕххĕм-кĕххĕм ÿсĕрсе илет, çилленнипе сцена çинче шăлт-шалт утса, шăмарса[ii] çÿрет, пухăва кайма хатĕрленнĕ кĕрÿшĕ çине хаяррăн пăхать. Липа Халапсина сухаллă çыннăн арăмĕ пулнă иккен, кĕтессе хĕсĕнсе ларнă та наш-нăш туса макăрать, халĕ унăн илемлĕ явăна-кан вăрăм çивĕчĕ курăнмасть. Леш кĕххĕм-кĕххĕм карчăк вăрçнине итленĕ хыççăн, кĕрÿшĕ алăка шалт хупрĕ те тухса кайрĕ.

— Вăл йăлтах аташса кайрĕ ĕнтĕ,—тет Липа, сцена варрине тухса тăрса, хăй чĕрçитти вĕçĕпе куçне шăлкалать.—Ун пек куллен ял касса çÿресен, вал хăй валли чун-варли те тупĕ.

— Эпир ăна ăçтиçук пулма памăпăр, хĕрĕм,— карчăк пулнă Анна Ивановна Липăна хулпуççинчен пырса ачашлать.— Пуçне çавăрăпăр, сана юратмалла тăвăпăр. Юмăçа чĕнсе килем-ха.

Чаршав хупăннă хыççăн халăх çаплах çапса хĕстернĕ пек тăчĕ, пĕри те хăрхăм хăй вырăнĕнчен хускалмарĕç. Кĕрĕкпе тар шăрши тулнă сывлăшра пăчă.

— Чинук аппа,— терĕ Иркка.

— Мен, йăмăкăм?

— Сухаллă çынна ăçталла çавăраççĕ-ши?

— Пĕлместĕп-ха,

— Кулаксен енне мар-и?

— Темле çав, йăмăкăм,— тет Чинук.

Чаршав уçăлать. Иркка аппăшĕн арки çине пырса ларать, Чинук хăлхинчен пăшăлтатса калать:

— Пирĕн анне те аттене халăх çине ярасшăн мар.

Сехре хăпартмалла хăрушă юмăç карчăк сцена çинче чылайччен мăкăртатрĕ. Унтан сухаллă çыннăн ани карчăкне çĕтĕк пирпе чĕркенĕ япала пачĕ те туйипе таклаттарса тухса кайрĕ.

Ани карчăкĕ сĕтел çине куркапа шыв тултарса лартрĕ, хăйĕнчен хăй хăранă пек, чÿречерен пăхса илчĕ.

— Килет,— хĕвĕнчен пир татăкне кăларчĕ.— Миçе пĕрчĕ яма каланăччĕ. Иккĕ-и, виççĕ-и? Нумайрах яни хăватлăрах пулĕ, пуçне çил арманĕ пек çавăрса ярĕ. Ах, турă, итле ĕнтĕ, манăн хĕре хĕрхен!

Сухаллă çын килсе кĕчĕ, пухури тавлашу çинчен, кулаксене хĕстерме тытăнни çинчен васкаса калама тытăнчĕ.

— Ăш хыпрĕ,— терĕ вăл.

— Ĕç-ха,— эпи карчăкĕ ăна имçам янă курка тыттарчĕ.

— Ан ĕç!— шари çухăрса ячĕ Иркка, урайне сиксе анса.

Сцена çинчи çынсем ним тума аптранă пек хытса тăчĕç. Курса ларакансем пурте сцена çине вĕçсе хăпарас пек пăхса тăракан Иркка еннелле çаврăнчĕç. Пĕр самант хушши вылякансем те, курма пынă çынсем те ним тума пĕлмерĕç. Залра шап пулчĕ.

— Иркка хĕрĕм, вăл чăнласа мар-çке, спектаклĕ вăл, ахаль кана,— терĕ Чинук, Ирккана хай çумне лартса.

Аппăшĕ чĕннĕ хыççăн, Иркка хăйне хăй ыйхăран вăраннă çын пек туйрĕ. Унтан, çынсем хăй çине пăхнине асăрхарĕ, аппăшĕ çумне лăпчăнчĕ. Залра майĕпен пурте йĕркене кĕчĕ. Пьесăна вĕçне çитиех выляса пĕтерчĕç. Кĕрÿшĕ вилсе выртсан, Ирккан пичĕ тăрăх шăлса пĕтерейми куççуль юхрĕ.

Спектакль пĕтрĕ, чаршав хупăнчĕ. Артистсене тав туса, алă çупмаллаччĕ, анчах унта çын вилнĕ-çке, çавăнпа та, çын вилнĕшĕн савăннă пек пулса тухасран, алă çупакан никам та пулмарĕ. Пурте, шухăша кайса, лăпкăн алăк патнелле туртăнчĕç.

— Пăхса лар та ăсна ил,— терĕ пĕр ватăрах çын.

— Пурăнма вĕрентет. Самаях шухăша ярать ку,— терĕ тепĕр арçынĕ.

Алăк умне каллех халăх килсе тапăнчĕ. Ирккапа Маня Чинук хыççăн хĕсĕнкелесе урама тухрĕç. Вĕсем тухнă çĕре çурт умне вулăс лаши виркĕнсе çитрĕ, хăй пĕтĕм пĕвĕпе туртăнса сывлать, Çуна çинче никам та çук.

— Изотов ăçта?— терĕç темиçе сасă.

— Инкек-мĕн пулнă-ши?

— Ырра мар!..

— Тăвансем, каяр Изотова шырама!

— Каяр!..

Шавласа-калаçса тăракан, саланма та шухăшламан халăх хушшинче Маня ĕсĕклесе макăрса ячĕ, чĕтрекен пĕвĕпе Чинук çумне пырса çапăнчĕ.

— Килĕ-ха аçу,— тесе, Чинук ăна çурăмĕнчен лăпкаса йăпатма тăрăшрĕ, анчах ача хытăран хытă макăрма тытăнчĕ. Вара Чинук, икĕ хĕрачана çавăтса, Изотовсен хваттерĕ еннелле утрĕ.

Вулăсри пăшаллă çынсем ларса тулнă икĕ çуна юртса иртрĕç. Спектакль курма ялсенчен килнĕ халăх вĕсем хыççăн хускалчĕ. Ялтан тухса ик-виçĕ çухрăм кайсанах, хул хушшине тăлăп хĕстерсе килекен çынна тĕл пулчĕç.

— Ăçталла эсир?—терĕ вал.

— Сана шырама,— терĕç Изотов сассине палласа илнĕ çынсем.

— Ÿксе юлтăн-и?— ыйтрĕ пĕр сас.

— Сулăнка[iii] кайса,— нимех те пулман пек лăпкăн каласа хучĕ Изотов.

— Каялла-и апла?

— Ниçта кайма та çук.

Хăшĕ лав çинчех, хăшĕ сиксе анса калаçса тăнă вăхăтра халăх çитсе чарăнчĕ, шавлама тытăнчĕ.

— Сывах…

— Хăй кашкăр пек те, кашкăр тнвет-и ăна…

— Мĕнле эсĕ, Дмитрий Изотович, çынсен сехрине хăпартатăн?— терĕ шинеллĕ çын, хай Изотова алă пама тăче, анчах сивĕ маузера сĕртĕнчĕ те шартах сикрĕ пулас.— Темле инкек сиксе тухнă тесех шутларăм çав,— терĕ вăл, анчах мĕнле инкек пулнине тĕпчесе ыйтма халăх хушшинче кирлĕ мар пек туйăнчĕ ăна.

— Сулăнка сирпĕннĕ чухне манăн япаласем ÿксе юлман-ши… Атя кайса пăхар,— Изотов шинеллĕ çынпа пĕрле малти çуна çине пырса ларчĕ.

Ерипен шăвакан халăх хушшинче пĕр çамрăк сасă «Хаяр тăвăлсем ахăраççĕ» тесе юрă пуçларĕ, вара ăна ытти çынсем те ярса илчĕç, сăрт çинчи юрă, аякка-аякка ăнтăлса, Атăл тăрăх янраса кайрĕ. Халăх хушшине халиччен илтмен хаваслă юрăсем килсе кĕчĕç. Липа Халапсина камăла çĕклекен вырăс юррисене чăвашла куçарать, вара вĕсене чи малтан вулăсри хор юрлать, юрăсем халăх çурчĕн алăкĕнчен тухаççĕ те таврари ялсене саланаççĕ. Малтанлăха юрă сăмахĕсем пит яках та тухмаççĕ, кĕвве кĕреймеççĕ, анчах, пыра-киле, якалса-илемленсе çитеççĕ.

Икĕ вăрман хушшинчи тĕпеке пырса кĕрсен, малти лаша харт турĕ те чарăнчĕ. Изотов хыççăн ыттисем те сике-сике анчĕç, çул варринче выртакан хура япала умĕнче чарăнчĕç, хăшпĕрисем пăшăлтатса илчĕç.

— Çын-çке…

— Çын.

— Лере тепри курăнать,— Изотов вăрман хĕрринчи хура çине тĕллесе кăтартрĕ те хăй малтан утрĕ, сукмак тăрăх парăнса кĕрсе, юр ăшĕнчен кĕске кĕпçеллĕ винтовка илчĕ.— Куратăр-и, кашкăр тытма тухнă. ,

Вулăс еннелле çавăрса тăратнă çуна çине икĕ вилене пăрахнă чух, тилхепене кару тытсан та, лаша хăртлата-хăртлата чĕвен тăчĕ, çынсем ларнă-ларманах, çуна тупанĕ айĕнчен тăман кăларса, тапса сикрĕ.

Икĕ вăрман хушшинче мĕн пулса иртнине нимĕн те ăнланман халăх, чĕлхесĕр пулнă пек, пĕр сăмах чĕнмесĕр тăчĕ.

Шурă пас айĕнче тĕлĕрсе ларакан вăрман хăрушлăхпа тулнăн туйăнчĕ.

— Эпир сире Йĕлмекассине çитиччен ăсатăпăр,— терĕ те Изотов, халăхпа пĕрле утрĕ.

Тĕпекре пулса иртнĕ пĕчĕк тытăçу çинчен тĕрлĕ сăмах-юмах сарăлса ан кайтăр тесе, Изотов мĕн пулса иртни çинчен каласа пачĕ, анчах вăл ун чухне хăйне камсем, мĕнле усал ĕмĕтпе тапăннине пĕлмерĕ.

Пакшакасси çынни, ĕлĕкренпех вăрăпа пурăннă, чылаях мул пухса, тимĕр çивиттиллĕ çурт лартнă этем, çул çине тухнă, ăна вирхĕнсе пыракан лаша турта пуçĕпе çапса ÿкернĕ те çамкине таканла таптаса иртсе кайнă, унăн çумĕнче вăрăм çĕçĕ пулнă. Тепри таркăн салтак пулнă, ăна Изотов малтанхи хут персе лектереймен, вăрманалла тарнă чух çурăмĕнчен персе ÿкернĕ. Таркăн салтакăн кĕске пăшал пулна, кĕсйинче пилĕк обойма патрон тăрса юлнă.

Вĕсем иккĕн çеç-и, ыттисемпе çыхăнса кавар туман-и — паллă пулмарĕ, анчах çакăн çинчен нумай калаçрĕç, шухăша кайрĕç, çĕрле çул çине тухма пăрахрĕç. Çав кĕске тытăçу малашне асар-писер усал тăвăл ахăрса тухасса систерекен пĕчĕк çил пулчĕ, икĕ вăрман хушшинче вĕрчĕ, икĕ виле тăратса хăварчĕ те лăпланчĕ. Тăванĕсем пĕлмене печĕç, вилесене илсе кайса пытарма та килĕшмерĕç.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

8

Киле усал пĕр-пĕччен килсе кĕмест, унăн хаяр куçлă йăмăкĕсем, асав шăллă шăллĕсем пур. Энтри салтакран тарса килнĕренпе Çеркки типсе кайрĕ, çĕрле çывăрайми пулчĕ, пÿртĕнче мелке пек утса çÿреме тытăнчĕ, мул пухма тăрăшакан лăпкă чунĕ вырăнне чĕрене йĕплесе тăракан чĕрĕп чун кĕрсе ларчĕ.

Энтри, тĕпсакайĕнче тырă пытарма шăтăк чава-чава хăй те çĕр сăнлă пулса кайнă: пылчăк кĕрсе тулнă чĕрнисене те тасатмасть, сухалне те хырмасть, акă халĕ, каç пулсанах, тĕпсакайĕнчен тухса кăмака хыçне канса ларчĕ, сĕтел патнерех пыма та именет — кам та пулин чÿречерен курма пултарĕ.

— Тĕл-тĕл мана çапла туйăнать, ачам, — терĕ Энтрипе юнашар ларакан Çеркки, — эпĕ хам куçа тутăрпа çыхнă пек, нимĕн курмасăр таçталла вĕçетĕп пек, чăнкă çыран тĕпне анса каятăп пек.

— Эсĕ панкав пек ан сÿпĕлтетсе лар-ха, атте, — тет Энтри, аллисенчен кирек йăваласа кăларнă май. — Тăхта, нумая пымĕ, иртсе кайĕ. Яланах йĕпе-сапа пулмасть, уяртать.

— Ксенахунт пек, икĕ алла укçа тытса, çакăнса вилес марччĕ.

— Пурлăх ахаль выртсан, пушă çурт çурăкĕнчи хăнкăла пек типсе каять, ăна алăра тытмалла мар, çÿретмелле. Акă, самана лăплантăр-ха, шăтăкри тырра сутса ярăпăр, чул çурт лартăпăр. Варлам хуçан вĕчĕхнипе пĕверĕ ыратĕ. Эпĕ кунта иккенне халăх ан систĕр, кайран эпĕ кăкăра çапса мухтанма пĕлĕп. Анчах ман çинчен хыпар никам хăлхине те пырса кĕмен-и?

— Çук, ачам. Тихха кăна пĕрре: сан пÿртре кивĕ шинель çакăнса тăрать. Камăн вăл? Ăна сутмастăр-и? —тесе ыйтнăччĕ.

— Эсе мĕн терĕн?

— Картана выльăх патне çÿреме туяннăччĕ, — терĕм.

— Кунта, ухмах Тихха чĕлхи мар, урăх çын чĕлхи калаçни сисĕнет. Кам-ши ун пек йĕрлекен çын?

— Кун пек шăрша-мăрша Варлам кăна сисме пултарнă. Пăшал сутнă чухне ман çине темле пăхса илчĕ, ман сăмаха ĕненмен пек пулчĕ.

Тахăшĕ хапхана шăкăр-шакăр шаккарĕ, — таркăн чун хăвăрт пытанма юри кăмака хыçĕнче тунă тупăк пек шăтăка кĕрсе выртрĕ, хăмине хăех витрĕ, Çеркки арăмĕ пĕчĕк лампа çутрĕ, упăшки, сăхман уртса, килкартине тухрĕ.

— Кам унта?

— Хамăр çын, чишмасем.

Пасарсенче пĕрле çÿресе туслашса кайнă Каюра Тимахви сассине Çеркки хăвăрт палласа илчĕ, сăлăпне шутарчĕ те хапха уçрĕ.

— Килех!

— Пуйса кайни таçтан та паллă: тĕттĕм пулнă-пулман хапха питĕрсе ларатăр.

— Эсĕ ан мăшкăлла-ха, — калаçса илчĕ Çеркки. — Пуянлăх çинчен пуянран илтетĕп.

— Йăпăрт кĕрсе тухас терĕм, килте тăвар пĕр чĕптĕм те юлман, çул çинче анчах аса илтĕм, —килме çын пуставпа туллатнă тăлăпне алăк патĕнчи пăтаран çакрĕ. — Пурнăç епле шуса пырать, Çеркки пичче? Такăнмастпăр-и?

— Мĕн такăнмалли?

— Урлă пĕрене çук-и?

— Мĕн вăлтса каланине ăнлансах илеймерĕм… —Çеркки тĕпелти сак çине пырса çитме те ĕлкĕреймерĕ, Каюра Тимахви юнашар пырса та ларчĕ.

— Çара пакартасем сан пурлăху çине хĕрĕнсе пăхмаççĕ-им? —Тимахви хулара кастарнă шăртланса тăракан сарă çÿçне аллипе шăлса илчĕ. — Пĕрре пĕсехерен тапса илесех пулать, Çеркки пичче.

— Мĕнле тапатăн-ха, — терĕ Çеркки пăшăлтатнă пекех хуллен.

— Сирĕн ялта камсем ытла кăшкăраççĕ? —Тимахви хыттăн ыйтни Çерккине хăратса ячĕ, такам итлесе тăрасран хăранипе çурăмĕ çине тар тухрĕ, анчах вăл вĕçкĕн çын умĕнче хăйне хăравçă пек кăтартас темерĕ, шăппăнрах калаçма кирли çинчен аса илтермĕ именчĕ.

— Пирĕн калаçма юратакансем чылай: Хĕр-Ваçка, Чинук, Наçтук.

— Вĕсен мăйне пăрмалла, — терĕ Тимахви хальхинче шăппăн. — Каланă сăмах хамăр хушăра пултăр, эпир малашне пĕрле пурăнас çынсем.

— Пуянсемпе пĕр кĕрекене ларма мана инçе-ха. Эй, карчăк, сăмавар лартасчĕ, —Çеркки, сак çинчен тăрса, тĕпел кукринчи Укахви патне кайма тăчĕ, тем каласшăн пулчĕ, анчах Тимахви ăна хулĕнчен тытса чарчĕ.

— Ан кумса çÿре… Манăн лаша урамрах тăрать, сĕлĕ те парса хăвармарăм.

— Килкартине кĕртес ăна.

— Халех каятăп эпĕ.

— Лар-ха, лар.

— Çара пакартасене шаккас тетпĕр.

— Мĕнле шаккатăн?

— Пуçран.

— Темле, — хăйне темĕнле усал ĕçе хутăштарасран хăраса ÿкнĕ Çеркки ним калама та аптрарĕ, пĕр вăхăт чĕнмесĕр ларчĕ.

— Юхăмĕ пуçланса кайсан, эсĕ аякка пăрăнса юлмăн-ха, Çеркки пичче. Манăн каяс, — терĕ те Тимахви, çăмăллăн утса пырса, пăтаран тăлăпне илсе тăхăнчĕ. — Халлĕхе сывă юл.

— Тăвар илсе каймастăн-и?

— Ахаль çеç каларăм. Ман хамăн та килте нумай. Таварна сутсах ан пĕтер, камунсен ÿтне тăварлама кирлĕ пулĕ, — тесе ихĕлтетсе кулса илчĕ, хăйĕнчен ханша шăрши перет…

Çеркки, кĕтмен çĕртен килсе тухнă хăнана ăсатса, хапха урлă сăлăп ячĕ те килкартинче шухăша кайса тăчĕ, уткаласа çÿрерĕ.

Каюра Тимахви мăкланса кайнă пуянах мар, анчах килçуртне питĕ капăр лартнă, пÿрт тăррине кăна мар, пĕлĕтсен тăррисене те тимĕр витнĕ, сенкер сăрпа сăрланă. Çакăнтанах ĕнтĕ хуçи вĕçкĕнни сисĕнсе тăрать. Тимахви ĕлĕкрех хăма çуртарса Хусанти сăра савăтне ăсатса тăраканччĕ, халĕ ĕнтĕ мĕн кăна аллине лекет — кушак тирĕ-и, пыршă-и, йĕтĕнпе кантăр-и — пĕрне те тиркесе тăмасть, йÿн хакпа пуçтарать те хуласене илсе кайса витерет. Чишма ялĕнчи каппайчăк пуян коммунистсене шаккас пирки калаçнине итлесе, Çеркки пăтранчăк шухăша путрĕ, хăй темĕнле сĕрекене çакланасран та хăраса ÿкрĕ. Яла мĕнле юхăм кĕрлесе кĕме пултарĕ-ши? Ун пек юхам тин кана лартнă пĕчĕк лавккине те, унпа пĕрле Çерккине хăйне те юхтарса каймĕ-ши?

Хапхана каллех такам пырса шаккарĕ.

— Кам унта? —çÿçенсе илчĕ Çеркки.

— Уç, атте!

— Турă çырлахтăрах, — сăхсăхса илчĕ Çеркки. — Кĕркури мар-и? —шăппăн каларĕ вăл.

— Эпĕ-çке. Мĕскер эсĕ, ылтăн пукан çинче ларнă пек, питĕрĕнсе ларатăн? — хапхаран шинеллĕ çын килсе кĕче.

— Шăппăнрах, ывăлăм, шăппăн… — пăшăлтатрĕ Çеркки.

— Мĕншĕн шăппăн? Эпĕ кăшкăрсах каламарăм-çке.

— Ун пек мар пулсан та. Ку саманара шавлама юрамасть, сыхланса калаçни кирлĕ.

— Сыхланни вăрçăра çеç кирлĕ-тĕр. Килте мĕнрен сыхланас?

Кĕркури мăчлатса çунакан лампа çутинче шинельне хывса пăтаран çакрĕ. Ашшĕ ывăлĕ çывăхнерех пычĕ те каллех пăшăлтатса ыйтрĕ:

— Санăн пăшал çук-им вара?

— Пăшал? Епле пăшал?

— Лиулвĕр е винтовка?

— Нимле пăшал та çук.

— Патрон та çук-и?

— Патрон та. Мĕн тума кирлĕ мана ялта пăшал? Ула курака пеме-и е йытăсене хÿтерме?

— Эсĕ хăв ирĕкÿпех килтĕн-и?

— Епле хам ирĕкпе çÿрем эпĕ? Шинель тăхăннă çын кăмăлĕ ăçта туртнă, çавăнта кайма пултараймасть. Эсĕ мĕнле майпа таврăнчĕ тесе шутланăччĕ?

— Тарса…

— Таркăн пулса-и?

— Çапла.

— Эсĕ, атте, мĕншĕн пăшăлтатса калаçатăн, йывăр чир хыççăн сассуна çăтса ятăн-и?

— Çăтман. Чĕлхе тĕрĕс-тĕкелех, — хыттăн калама тăчĕ ашшĕ, анчах сасси кĕрхи çамрăк автан авăтма вĕреннĕ чухнехи пек хăйăлтатса тухрĕ.

— Эпĕ, ун пек тарса çÿресе, атте-аннем ятне ямастăп. Госпитальте икĕ эрне выртрăм та, мана килте пĕр вунă кун пурăнма, атте-аннепе тăвансене курма ирĕк пачĕç. Сулахай хул тÿрленсе çитмен-ха, ниме те йĕркеллĕ тытаймасть. Ялта таркăнсем пур-и-мĕн, атте?

— Пулмасăр, ара… тарса килеççĕ, пăшалпа, патрон… — ашшĕ, малалла калас сăмахĕсене çăтса янă пек, чĕлхине чаплаттарса илчĕ.

— Тарса çÿрекенсене тытмалла, пытарса пурăнакансене суд умне тăратмалла, — хытă кăшкăрса каларĕ Кĕркури. Унăн сассине илтсе, лавккара кунĕпех тĕпĕртетсе ывăннипе тĕпел кукринче пукан çинчех çывăрса кайнă амăшĕ вăранчĕ.

— Ай, Кĕркури килнĕ-çке, — чупса тухрĕ Укахви, ачин хулпуççине тытса пăхрĕ, куçĕнчен шĕлтерех тухнă куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ. — Сана кĕте-кĕте хавшаса кайрăм, чĕре çуннипе ал-ура вăйĕ те пĕтсе çитрĕ.

— Анне! —терĕ те Кĕркури, амăшне хăрах аллипе ыталарĕ. — Кун пек саманта мĕн чухлĕ кĕтрĕм эпĕ. Эх, курас килетчĕ-çке сире, атте-анне! Килтен тухса кайнăранпа çулталăк тулать кăçал мункун эрнинче. Ялан хам çуралнă кил-çурт аса килсе тăратчĕ.

— Апат лартам-ха, сивĕнеймен те пулĕ, — амăшĕ хыпăнса кăмака умнелле кайрĕ, кашăк-тирĕке шăлтăртаттарма тытăнчĕ.

Энтри килнĕренпе кăмака сивĕнсе тăмасть. Выçăхса килнĕ çын татти-сыпписĕр çиесшĕн, сывлăхне епле те пулин тÿрлетсе çитересшĕн — какай та тутлă апат кăна ыйтать, амăшне вăрçса, кăмака умĕнче ташлаттарать. Амăшĕн ывăлне апат çитерме çур çĕр варринче те тăма тивет, хăшпĕр чухне вăл, пĕр канăç та çуккипе тертленсе, ĕсĕклесе ярас патнех çитет.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ—амăшĕ сĕтел çине ăшаланă какай, сивĕ турăх, тăварланă хăяр лартрĕ. Ашшĕ малти кĕтесри сак айне кĕрсе кайрĕ те пĕр кĕленче эрех туртса кăларчĕ, виçĕ черкке тултарчĕ, пĕрне хăй тытрĕ, ыттисене Укахвипе ывăлĕ умнелле шутарчĕ.

— Таврăннă ятпа, — терĕ те шаккаса ĕçрĕ, эрехне хăй çуррине те антармарĕ, сĕтел çине лартрĕ. — Ачам, ватă шăмшакăм авкаланмасть пулин те, çĕрĕн-кунĕн тăрăшатăп, мул çумне мул хутшăнса пытăр, ачамсем халăх хушшинче сумлă та ятлă пулччăр, тетĕп.

— Эпĕ кунта пăхкаласа ларатăп та, атте, тĕлĕнетĕп. Сĕтел тулли апат-çимĕç, пуян çын çуртне килсе кĕнĕ пекех. Эсĕ тем те туянма ĕлкĕрнĕ: çĕнĕ вырăсла хапха, лутра хÿме вырăнĕнче вите. Ăçтан май тупрăн эсĕ капла хăпарса кайма?

— Пурне те асăрхаса илеймен-ха эсĕ, — Çеркки пукан çинчен çăмăллăн тăчĕ те, ывăлне хулĕнчен тытса, чÿрече патне илсе пычĕ. — Куратăн-и, унта мĕн ларать?

— Мĕн?

— Лавкка.

— Мĕн лавкки, ара?

— Унта, ачам, тем те пур, — ашшĕн мухтаннă чух сасси янăраса тухрĕ, тин çеç-ха вăл пăшăл-пăшăл туса калаçатчĕ. — Ĕçĕм каплах анса пырсан, мана малашне Çеркки мар, Сергей Тарасăч теме тытăнĕç. Тепре пушатар, — терĕ те вăл хăйĕн кăшт кăна чакнă эрехне тăрларĕ. Кĕркуринне çĕнĕрен тултарчĕ.

— Санăн эрех те пур, Халĕ ĕнтĕ аннене тав тăвар. Тавсси, анне!

— Тавах, ывăлăм, пурăнан ĕмĕрте санран та ĕçмелле пултăр, —амăшĕ пăртакçă сыпрĕ те тутисене пÿрнисемпе чăмăртаса шăлса илчĕ.

— Ĕçтермелле пултăр. Эпир сирĕн икĕ ывăл анчах-çке.

— Иккĕн çеç çав, ылтăн пĕрчисем. Эсĕ килнĕ ятпа пĕтĕмпех ĕçсе ярам-ха, юлашкине хăваракан юхăнса юлнă, теççĕ ваттисем. Ат, ывăлăм! —амăшĕ хăйĕн черккипе Кĕркури черккине шаккаса илчĕ, куçне хупрĕ те, çÿçене-çÿçенех, ĕçрĕ.

— Иккĕн çеç, — ним калас çукран сÿрĕккĕн каласа хучĕ Çеркки. Малашне сăмах Энтри çине куçасса сиссе, вăл арăмĕ çине тинкерсе пăхрĕ, куç хĕсрĕ.

— Энтри салтака кайнăранпа мĕн чухлĕ иртрĕ ĕнтĕ? — ыйтрĕ Кĕркури, тăварлă хăяр шăл хушшинче кăчăртатни ăна çуллахи вăхăта, ялти тусĕсене аса илтерчĕ.

— Раштавра икĕ çул, —терĕ ашшĕ, хăй те сисмерĕ, кăмака еннелле пăхса илчĕ, унта хăма кĕмсĕртетнĕ пек туйăнчĕ.

— Килсе курмарĕ-и?

— Вăл сан пек мар. Çыру та час-час çырать, пĕрре килсе те курчĕ.

— Килсе çÿреме май çук, атте. Аманман пулсан, халĕ те килеймен пулăттăм.

— Тепĕрне Энтри сывлăхĕшĕн тÿнтерер, — ашшĕ сĕтел умне тăчĕ.

— Мĕн унта? —терĕ Кĕркури, кăмака хыçĕнче темскер кăштăртатнине илтсе.

— Йĕкехÿре нумай, ачам! —ашшĕ пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайрĕ. —Тĕпсакайне ним хума çук, пурне те кăшлаççĕ.

— Эпĕ унта ыран тапă лартăп-ха. Пĕрне те чĕрĕ хăвармăп, атте.

Кăмака хыçĕнче урай айĕнче выртакан Энтри Кĕркури килсе кĕнĕренпе тамăк хуранне кĕрсе ÿкне пек ăшаланчĕ, малашне шăллĕпе иккĕш хушшинче хаяртан хаяр çапăçу пуçланса каясса, çак тытăçура иккĕшĕнчен пĕрне вилĕм кĕтессе вăл сисрĕ, темиçе хут та сиксе тăма шухăшларĕ, анчах çапах, чăм тара ÿксе, шăлне çыртрĕ. Черккесем янăраса илни ун пыр тĕпне кăтăкларĕ, çăвара тулнă сĕлекине çăта-çăта вăл хăшкăлчĕ. Ашшĕ кăмака хыçĕнче кăштăртатса çÿрекен йĕкехÿресем çинчен асăнсан, Кĕркури вĕсене тапăпа тытас пирки сăмах хушсан, пÿртри çынсем хăйне йĕкехÿре вырăнне хунă пекех туйăнчĕ ăна, ал-ури чĕтрене ерчĕ, вăл халтан кайрĕ.

«Пĕтрĕм», — тесе шутласа выртрĕ вăл, пичĕ тăрăх куççуль шăрçисем юхса анчĕç, кăлт-кăлт тапакан чĕрине йăпатас пек, аллине кăкăрĕ çине хучĕ, калаçнине итлерĕ.

— Эпĕ ÿсĕрĕлтĕм, атте, ташлас та савăнас килет, — терĕ Кĕркури, уша юпи çумĕнчи чÿлмекрен шыв юхтарса аллине, питне çурĕ, яланах алшăлли çакăнса тăракан кăмака хыçне кĕрсе кайрĕ.

— Çуралнă кил çыншăн хаклă çав! Пăртакçă кăна лартăм, атте-анне апатне тутантăм та ÿте епле вăй килсе кĕчĕ, — терĕ те Кĕркури, урай хăмине кисретсе, таканлă аттипе ташласа илчĕ, Энтрин куççульпе, тарпа йĕпеннĕ пичĕ çине çÿп-çап та, тăпра та тăкăнчĕ.

— Ман тухса çÿрес килет, атте, — терĕ Кĕркури, пиçиххине туртса çыхса.

— Ăçта каяс шут пур вара?

— Ял-йышсене курасчĕ, улахра та пуласчĕ.

— Кама курас килет, Кĕркури? —терĕ амăшĕ ачаш сасăпа.

— Такама та курма хавас, тунсăхласа çитрĕм. Чинуксен Вирукĕ те хĕр пулса çитнĕ пулĕ?..

— Хĕр пулнă.

— Ăна курас-ха.

— Ан çÿре, ачам, — терĕ ашшĕ, шинель тăхăнакан Кĕркури умне пырса тăрса. — Хĕр тени таçта тармĕ, килĕнчех ларĕ. Халĕ хăтана çÿрекенсем çук.

— Хам туссем патне калаçса ларма каятăп, тен, çула май Вирук патне те кĕрсе тухăп. Эпир унпа çыру çÿрететпĕр, — хĕрĕнкĕ Кĕркури петĕм кăмăлне уçса каларĕ.

— Ан çÿре ĕнтĕ, ачам, — Çеркки ывăлĕн шинель çаннинчен пырса тытрĕ. — Питех юрататăн пулсан, Вирук патне евчĕ те яма пултарăпăр. Туй тума пирĕн, ачам, хăват çитĕ.

— Эпĕ, атте, мул хыççăн хăваламастăп.

— Сана мĕн кирлĕ вара, ачам?

— Совет влаçĕ кăна сывă пултăр. Вара пурте пулĕ.

— Чим-ха, чим, — Çеркки алăка картласа тăчĕ. — Итле-ха, ачам, итле, йĕркеллĕ пул. Халĕ тухса çÿреме хăрушă.

— Мĕншĕн?

— Халĕ çеç кунта Чишма çынни килсе кайрĕ. Камунсене шаккама тытăнас хыпар çÿрет, терĕ. Сана камун тесе çапса пăрахма пултарĕç, вăрçăра вилменнине тăван ялтах шар курăн.

— Атте, эпĕ салтак, ун пек сас-чÿ пур пулсан, Совет влаçĕ майлă çынсене систермелле, вĕсене сыхланса тăма, хатĕр пулма калас пулать, — терĕ вĕриленсе Кĕркури.

— Ан кай, тетĕп! —çилленсе кайрĕ ашшĕ.

— Эсĕ мана ача вырăнне ан хур! Килте таркăн пек пытанса лармалла-и? —хытă çилленсе кайрĕ Кĕркури, алăк хăлăпне вăтăрса кăларас пек тытрĕ, ашшĕне кăкăрĕпе тĕртрĕ те тухса кайрĕ.

Унччен те пулмарĕ, урай хăми хаплатса ÿкни илтĕнчĕ. Энтри кăмака хыçĕнчен çара уранах сиксе тухрĕ, алăк хыçĕнчи йывăç кÿсеке ярса илчĕ, чарма тăракан ашшĕне урайне сирпĕтрĕ те тухса чупрĕ. Пÿрт алăкĕ те, пăлтăр та уçă юлчĕç.

Хапха патне çитме пуçланă Кĕркури, хăй хыççăн çын чупнине илтсе, хăвăрт каялла çаврăнчĕ…

— Кам эсĕ? —тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл, хăй хыççăн кÿсек тытнă çын çарранах чупнине курсан.

— Вĕлеретĕп! — чашкăрса илчĕ Энтри.

— Ан выля! —Кĕркури Энтрие хирĕç виçĕ-тăватă утăм турĕ те аллинчен çапса кÿсекне сирпĕнтерсе яче. — Энтри?! — шалт тĕлĕнсе, хытса кайрĕ вăл. Пиччĕшĕ, чĕлхесĕр пек, пĕр сăмах чĕнмесĕр тăчĕ. — Епле майпа килсе лекнĕ эсĕ киле? —ыйтрĕ шăллĕ, пиччĕшĕ ним чĕнменнине кура.

— Килес килчĕ, — пăшăлтатрĕ Энтри.

— Таркăн?

— Атте-аннене хĕрхенсе… Çемçе чĕреллĕ эпĕ, — йăпăлтата пуçларĕ Энтри.

— Çемçе чĕрелли паллă… Сас-хура тухасран хăрарăн та мана вĕлерме тăтăн…

— Мĕн эсĕ, шÿт тунине ăнланмастăн… Эпĕ ахаль кăна-çке… Хам тăван шăллăма епле вĕлерес…

— Ку кÿсекпе пĕрре çапсах вĕлерме пулать!

— Эпĕ ахаль, хăратма çеç… Ман сана кăларса ярас килмерĕ, хамăн калаçса ларас кăмăлăм пур.

— Таркăнне калаçма сăмахăм çук…

— Эпĕ таркăнах мар… Ĕнер кăна килтĕм, ура ыратни иртсенех хам ирĕкпе çара каятăп, шăллăм. Эсĕ, тархасшăн, никама та ан шарла халлĕхе.

— Епле, ан шарла? —тĕлĕнчĕ Кĕркури.

— Ан шарла çав, эпĕ нумай пурăнмастăп, çара каятăп… Атте-аннене хĕрхенсе килтĕм. Юрĕ-и? Шарламăн-и?

— Юрĕ, кĕçĕр никама та шарламăп, лăпкă выртса çывăр, — терĕ Кĕркури, хапха уçса.

Урама тухрĕ те ниçта кайма пĕлмесĕр, хапха юпи çумне таянчĕ. Ял шăп. Çын сасси мар, йытă сасси те илтĕнмест. Пÿртсем утă купи пек хуралса лараççĕ; икĕ-виçĕ килте анчах вăйсăр хăй çути курăнать. Нумайччен тăчĕ Кĕркури тăван кил-çурт хăлхи умĕнче, ун чунĕ икке пайланчĕ. Халăха кайса систерес-ши е савăнăçлăн, ним пулман пек, улах шырама каяс?

Тăрсан-тăрсан, вăл тăван пÿртĕн хура чÿречисем çине çаврăнса пăхрĕ, амăшне аса илчĕ… Сасартăк, çирĕп шухăш тытнăн, икĕ утăм турĕ, йÿле янă шинелĕн пур тÿмисене те тÿмелерĕ те, тăкăрлăкпа хăвăрт утса, станцие каякан çул çине тухрĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

9

Каюра Тимахви, ĕçсе-супса, пасартан пасара чылайччен çÿренĕ хыççăн килне епле çитнине астусах каймасть, хапха умне пырса чарăннă çуна çинчен ăна арăмĕ çĕклесе кĕртсе вырттарнă. Ирхине, кăвак çутă килнĕ чух, Тимахви вăранса кайрĕ, пуçĕ хĕскĕчпе хĕстернĕ пек ыратнине, типсе кайнă çăварĕнче чĕлхи куштăркаса çитнине туйса илчĕ, ура çине тăчĕ, пуçĕ çаврăннипе кăмака çумне пырса çапăнчĕ, стенаран тыткаласа малти пÿлĕме тухрĕ, пĕр курка сивĕ шыва лэнкăртаттарсах ĕçсе ячĕ, каялла вырăн çине кайса выртрĕ. Ыйхи ун килмерĕ.

«Эх, чĕлхен чаракĕ çук, — тесе мăкăртатса илчĕ вăл, Йĕлмекассинче хăй мухтанса калаçнисене, коммунистсене çапса вĕлерме чĕнсе хăлаçланнине аса илчĕ, сехри хăпнипе чăм тара ÿкрĕ, çитменнине ура хырăмĕ шăнăр туртнипе çав тери хытă ыратрĕ. — Капла палкаса çÿресен, мана тытса силлеме пултараççĕ. Силлеме кăна-и? — шухăша кайрĕ вăл. — Юпа çумне тăратĕç те, çамкаран тĕллесе, пăшал çекелĕ çине пĕрре кăна пусĕç. Хайхи манран, Каюра Тимахвинчен, шăрши те юлмĕ. Чипер çÿренĕ çĕртенех серепене пырса лекрĕм, хам мăя хам пырса чикрĕм».

Шухăшласа пĕр аяк çинчен теприн çине çаврăна-çаврăна чылаях выртнă хыççăн Тимахви, арăмĕпе ачисене вăратас мар тесе, çи-пуçне хуллен тăхăнчĕ те килкартине тухрĕ, выльăхсене улăм пачĕ те тулашакан чунне лăплантарма вут çурма тытăнчĕ, нумаях та ĕçлеймерĕ, пĕтĕм çан-çурăмĕ тара ÿкрĕ.

— Мунча хутса ярам-ха, — терĕ вăл, пахча енчи хапхана уçма тăчĕ, анчах çĕрле юр хулăн çунă иккен, вăл кĕреçе илчĕ те эхлетсех хырма тытăнчĕ.

Вăл кĕлет умĕнчи юра та тасатрĕ, хапха умне хырма урама тухас тенĕ чухне пусма çине арăмĕ тухса тăчĕ, — ним те каламарĕ, хаяррăн пăхса, пÿрте кĕме кăчăк туртрĕ.

— Вĕçкĕнÿпе ăçта пырса çитетĕн-ши эсĕ, Тимахви? — терĕ вăл ăна, -пÿрте пырса кĕрсенех. — Хăв ĕнер çуна çинче выртатăн, ура çине тăраймастăн…

— Ĕçнĕ, ара, ĕçнĕ, — терĕ Тимахви, арăмĕнчен тарас тесе, алăк хăлăпне ярса тытрĕ.

— Ан васка, камăн-ха, каймасан, икĕ енчен çавăтса кайĕç, — арăмĕ, ун умне пырса тăрса, хулĕнчен тытрĕ. — Çуна çинче выртатăн та пĕтĕм ял илтмелле: «Камунсене ыранах çакса вĕлеретĕп! »—тесе пыр тĕпĕпе çухăратăн. Паян çакатăн-и, ăçтиçук?

— Ĕçнĕ çав, ĕçнĕ, карчăк, — Тимахви пĕр ури çинчен теприн çине пускаласа илчĕ, каллех пĕр курка сивĕ шыв ĕçсе ячĕ.

— Кала, çакатăн-и, хывăх пуç?

— Çитĕ юрлама. Каланă та иртнĕ, — çилленсе каларĕ

Тимахви, унтан йăпатнă пек пулса: —Мунча хутасчĕ, карчăк, — терĕ.

— Кай та хут. Санăн мунчара мар, тинĕсре çăвăнсан та, хура юнлă чуну тасалас çук, — арăмĕ вăрт çаврăнчĕ, кăмака хыçне кĕрсе кайрĕ, пĕтĕм пĕвĕпе чĕтренсе ĕсĕклени илтĕнчĕ.

Арăмĕ урлă калаçас-тăвас пулсан, Тимахви ăна мĕн алла лекнĕ унпа хĕнесе пĕтерекенччĕ. Ÿсĕр чухне вара арăмне хĕнесе-суранлатса хăвараканччĕ, анчах халĕ вăл алăка та ерипен хупса тухса кайрĕ.

Тимахви, пысăк мула хапсăнса, Хурамал ялĕнчи пуян çыннăн ватта юлнă хĕрне çураçса, кĕрлĕ-шавлă туй тунă, хăйсен ялĕнчи пуянсен хапхисем çине тĕрленĕ алшăллисем çакса тухнă. Малтанхи арăмĕ ÿт-тир енчен имшер, чунĕпе хăрхăм пулнă, ача чухнех шăтан-юханлă чирленĕрен кукăр мăйлă пулса юлнă. Тимахви туй тамашине пуçласа яриччен хăйне май шухăшласа хунă: кĕрхи чĕп асси пек имшер чун нумаях пурăнаймĕ, хулăм ячĕпе килнĕ мулне хăварса, леш тĕнчене ăсанĕ, тенĕ. Анчах хĕрарăм, епле кăна патак çисен те, пурăннă та пурăннă. Тимахви пĕрре, Энтрипасар ярмăрккинчен таврăннă чух, чылаях ÿсĕр пулнă, арăмне туртаран кăкарнă, саламатпа çурăм тăрăх хĕнесе пынă, лашине юрттарнă, вара леш, мăнтарăн чун, çул çинчех тĕшĕрĕлсе аннă та вилсе кайнă.

Тимахви, урçа[iv] пулса юлсанах, çĕнĕ арам шырама тытăннă, хальхинче кăйттăм-кайттăм чуна мар, пиçсе çитнĕ илемлĕ хĕре илесшĕн пулнă, чылай çĕре евчĕ ярса пăхнă, анчах арăмне хĕнесе вĕлернĕ çынна качча каяс текенсем тупăнман. Евчĕсен сăмахĕсем, епле пылак пулсан та, масар çинчи çăхан сасси евĕр илтĕннĕ. Тимахви, Йĕлмекассинчи çынсене мĕн ачаран пĕлсе тăракан каçăр пуçлă вĕçкĕн этем, Ямшăк Михалин йăмăкне Кăрахъяна куç хывнă, илетĕпех тесе шухăш тытнă та ытти хĕрсем çинчен шухăшлама та пăрахнă.

Ку хыпар Кăрахъян хăлхине пырса кĕнĕ, вара вăл, тискер çын вăрласа каясран хăраса, каçсерен урама тухса çÿреме пăрахнă, килĕнче питĕрĕннĕ пек ларнă, анчах йĕкĕр çивĕтле те кăвак куçлă хĕр, таврари каччăсене илĕртсе тăнă пулин те, хăйĕн инкеклĕ шăпинчен хăтăлса юлайман. Вăл Атăл хĕрринчи Аслă уй текен улахран тантăшĕсемпе пĕрле утă çулса таврăннă, анса ларакан хĕвел аякри сăрт çинчи вăрмана лексе тăнă. Хĕрсене Йĕлмекассине çитме икĕ-виçĕ çухрăм кăна юлсан, сăрт хĕрринчи шĕшкĕлĕхрен сасартăк пилĕк-ултă хĕрĕнкĕ çын сиксе тухнă. Крахъяна ярса тытнă, шĕшкĕлĕхре кĕтсе тăракан урапа çине пăрахса, пусса выртнă, шик шăхăрса Чишма ялнелле чуптарнă. Çăварне чÿпĕк[v] персе чикнĕ пирки Крахъян кăшкăрма та ĕлкĕреймен, тантăшĕсем шăри-шари çухăрнине çеç илтсе юлнă.

Крахъян пĕркенчĕк айĕнче тăнĕ çухалас патне çитичченех макăрнă. Çапла Ямшăк Михали йăмăкĕ, каçсерен вăйă илемне кÿрекен уçă саслă хĕр, чухăн та телейлĕ килтен пуян та хăрушă çурта килсе кĕнĕ, унăн çăра та вăрăм çивĕчĕсем часах юхма тытăннă.

Тимахви хапха умĕнчи юра тарăхса хырнă чух:

— Пуçра Çĕрпÿ пасарĕ кĕрлемест-и? —тесе хыттăн çухăрса каланине илтрĕ те кĕреçи çине тайăнса тăчĕ.

— Кĕрлет, акăш-макăш кĕрлет, — терĕ вăл пуçне çĕклесе.

Урам варринче Лисук упăшки Лявук тăрать, сарă кĕрĕкпе хăй, йыт тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕкне пусарах лартнă. Тимахви ун умне тухрĕ.

— Тепре кĕрлетĕр те иртсе кайтăр, — терĕ Лявук, ирхи сивĕре пăртакçă пас тытнă мăйăхне икĕ аллипе икĕ еннелле туртса.

— Темле?..

— Мĕн темли унта? — тăрăхланă пек кулса, куçне вылятса илчĕ Лявук. — Ĕнер ватă хурамана тымарĕпе туртса кăларасла паттăрччĕ, халĕ пĕр туратне хуçма та хăранă пек тăратăн, куç шăрçинче ĕнерхи пек арăслан çук, темле хăравçă шăши именсе сиккелет.

— Ĕнер ытларах калаçнă ахăр, — Тимахви пуçне усрĕ те кăçатă пуçĕпе юра чакаласа илчĕ.

— Тупнă кулянмалли, — хăлхасăр çынпа пупленĕ пек кăшкăрса каларĕ Лявук. — Сурнă сурчăк çăпата çине ÿкиччен, вăй-хал пĕтиччен кĕрлер пĕрре! Тупăш тăвакан «манит» майри патне каяр, çуттине янк ярар, турра та, шуйттана та пĕрле асăнăр.

— Атя! —терĕ Тимахви, хапха патне пычĕ те кĕреçине хÿме урлă килкартине ывăтрĕ.

Арăмĕ пăрахса тарнăранпа Лявук пĕр пуса та шутлакан, çăкăр чĕллине те çурхах пек çÿхе касакан хыткукар йăлине манса кайрĕ, ĕçке ерчĕ, пиччĕшĕсем уйăрса панă икĕ кĕлетне те, пĕр купа пĕренене те сутса ячĕ, ĕлĕк нумай калаçма юратман пулсан, халĕ ытлашши те калаçакан пулчĕ.

Тимахвипе Лявук, ниçталла та пăхмасăр, ял хĕрринелле хăвăрт утрĕç. Кĕленчери çутă хăватлă шĕвек вĕсене хăй патнелле туртрĕ.

Ялтан тухса каяс çĕрте нимле хуралтăсăр пĕр пĕчĕк пÿрт ларать. Вăрçăччен çак кил-çурт типтерĕ кăйманччĕ, пÿрт умĕнче пысăк пилеш тĕмĕ кĕркунне вучах пек ялкăшса ларатчĕ. Хура Митрук, яланах тирпейлĕ тумланса çÿрекенскер, ачасем валли тĕрлĕ теттесем: тĕслĕ-тĕслĕ çунатлă кăлтăрмачсем, кăлтăр-кăлтăр çаврăнакан карусельсем туса сутатчĕ, çавăнпа кăна пурăнатчĕ, лĕпсĕркке те çăмламас лашине кÿлсе, пасартан пасара çÿретчĕ, Вăрçа кайса сас- хыпарĕ çухалнă хыççăн икĕ ывăл ачи те хĕрлĕ шатрапа вилчĕç, вара ватăлма пĕлмен лутра та тăпăлкка арăмĕ ирĕк çÿреме юратакан арçынсен йăпанчăкĕ пулса тăчĕ. Вăл, ăнсăртран тенĕ пек, куç хĕссе илме те, хулпуççисене сиктерме те пĕлет, яланах килĕнче çуттине тытать, килекенсен кĕсйине якатса юлма вĕренчĕ, такама та илĕртмелле яка тум тăхăнакан пулчĕ.

— Пирĕн килес, пилĕк таран пуç таяс, сана, Елпике, турра пуççапнă пек пуççапас, — терĕ Лявук, тути хĕррипе кулса. Çакна вăл пĕрре кăна такмакламан пулас, çавăнпа та сăмахĕ юхса пычĕ.

— Килĕрех! —тесе, Елпике тимĕрпе тыттарнă симĕс арча çинчен сиксе тăчĕ, алăк патне пырса, чи малтан Тимахвие алă пачĕ.

— Ай-хай-хай! — ялкăшса кулса ячĕ Елпике, Лявука алă парсанах.

— Алли кăпăк! —терĕ Лявук.

— Елпике чечекĕм, сĕтел çине кăларса ларт-ха çуттине, — терĕ Лявук, Елпике умĕнче пуç тайса. — Тÿлес пирки ан иккĕлен, пирĕн Тимахвин хулăн енчĕк сăрантан, шăши те кăшласа шăтарас çук. Салтакла пул, Елпике!

— Салтак çинчен ан калаç эсĕ, Лявук, — терĕ Елпике, хальхинче ун сасси çилĕллĕн тухрĕ.

— Ма ара?

— Мĕншĕн окопра выртас чухне тÿшек çинче путатăн?

— Турри çапла хушнă, пăшал тытма сывлăх паман, мĕскĕн, имшер çуралнă, Елпике.

— Мĕнле чир?

— Пÿсĕр[vi].

— Ыттисене суй, мана мар, Лявук, — хыттăн каласа хучĕ Елпике. — Эсĕ вулăсрисене пыл панă, теççĕ. Миçе катка? Кала!

— Ахалех йĕкĕлтесе ан тăр-ха, — калаçу шала каясран именнĕ пек йăваш каларĕ Лявук. — Çуттине кăлар та ларт сĕтел çине.

— Кăларасса кăларăп, анчах мĕнпе тÿлетĕр? — Елпике, Лявука тĕртсе ярса, Тимахви умне пырса тăче.

— Хакĕ пирки ан хăра ĕнтĕ, Елпике! Пĕр ял çыннисем-çке, килĕшме пĕлĕпĕр, — тесе, Тимахви тĕпелти сак çине кайса ларчĕ, ĕнер аташнисем асран каймарĕç, сăпса вĕçсе кĕнĕ пек, пуçра сăрăлтатса тăчĕç.

— Тимахви, —терĕ Елпике, —укçа кирлĕ мар, халĕ унăн пайти çук. Эсĕ мана пăртак çитсă е ытти япала памăн-ши?

— Тутăр парăп. Хĕррисене çырла сапакисем ÿкернĕ.

— Сана тутăр, пире алтăр! — кăшкăрса ячĕ Лявук, Елпикене ыталама тăче, леш ăна тĕртсе яче те тăваткăл хăмана çекĕлĕнчен тытса çĕклерĕ, тĕпсакайне хăпăл-хапăл анса кайре.

Илемлĕ калаçса тĕлĕнтерме тăрăшакан çăмăлттай Лявука çилленсе, Тимахви ним тума пĕлмен енне пÿрте йĕритавра пăхса ларчĕ. Алăсти Хура Митрук салтака тухса кайнăранпа пÿрте тасатсах кайман пулмалла, кĕтесре эрешмен карти усăнса акнă. Пĕренесем çине ачасем канфет хучĕсем çыпăçтарни çаплах тăрать. Хура Митрукăн икĕ ывăлĕ питĕ хăюсăр та илемлĕ пулнине астуса илет Тимахви, вĕсем ун патне вак-тĕвек япала илме пыратчĕç.

— Канфет кирлĕ-и? —пĕррехинче ыйтнăччĕ Тимахви вĕсенчен.

— Çук. Атте вăрçăран килтĕр-ха, вара çитерĕ, — тесе иккĕш те пĕр харăс каларĕç.

«Ашшĕ те килмерĕ, ачисем те çĕре кĕчĕç», — тесе шухăшлать Тимахви.

Тимахвин хăшпĕр чухне çынна хĕрхенес туйăм та палăрать, анчах вăл нумая пымасть, шыври хăйăр тĕмески хум айне пулнă евĕр, часах пăтранчăк усал кăмăлĕпе хупланать.

— Тыт, Лявук! —илтĕнчĕ тĕпсакайĕнчен Елпике сасси.

— Турă пĕлĕтрен анмасть, тĕпсакайĕнчен тухать, — терĕ.

Лявук, кĕленчене илчĕ те пăккине çапса кăларчĕ, сĕтел çине пырса лартрĕ. — Халĕ ĕнтĕ Çĕрпÿ пасар мухмăрне уçăпăр, Тимахви! Çапла-и? Э?

Тимахви ним те чĕнмерĕ, çиллине шăнарайманнипе[vii], асар- писер çил-тăвăл кăларасса сисрĕ, анчах вăл аллине сулчĕ те Лявук килсе лартма ĕлкĕрнĕ черккене эрех ячĕ, теприне Лявук валли тултарчĕ.

— Чипер пурăнмалла пултăр, Лявук! —терĕ сиввĕн те хыттăн, пĕр черккепе çавăрса хучĕ, йÿççине туйма ĕлкĕриччен теприне тултарса ĕçрĕ, сĕтел çинче çыртмалли çуккине кура йĕпе тутисене кĕрĕк аркипе шăлса илчĕ.

— Çыртмалли те пур, — тĕпсакайĕнчен тухнă Елпике пĕр турилкке тăварланă хăяр пырса лартрĕ, иккĕшне çĕçĕпе çурмалла касрĕ те кĕленче çине пăхса илчĕ. — Эсир мана кĕтесшĕн те пулман, черкке тÿнтернĕ те ĕлкĕрнĕ.

— Тимахви çунса ларать, — терĕ Лявук, Тимахви хĕрелсе кайнă куçĕпе сиввĕн пăхса илнине курсан, калас тенĕ сăмахне калаймарĕ.

— Тепĕр черкке кирлĕ, — терĕ Тимахви, сасартăк лăпкă та ачаш кăмăллă пулса. — Айван пуçăм сăрăлтăтма пăрахрĕ. Эмел панăшăн сана тавтапуç, Елпике.

Тимахви Елпике илсе килсе лартнă черккене те, ыттисене те тултарса тухрĕ.

Черкке хыççан черкке ĕçнипе, пĕр хĕлхем çăкăр хыпман пулин те, Тимахви хăйне вăй кĕнĕ пек туйрĕ, ĕнерхи шухăшсем çунатланса кайрĕç. Сĕтел хушшинче ларакан Тимахви хăйне йĕнерленĕ лаша çинче ларнă пек туйса илчĕ — халĕ ĕнтĕ урам тăрăх шак сиккипе чуптармалла, çĕлĕке хăяккăн лартмалла, шухăш хăмла пек вĕçмелле, алă кÿсек пек çапмалла.

— Эпĕ урă чухне санпа юнашар та лармастăп, — терĕ Тимахви, Лявук çине урмăшса кайнă куçĕпе пăхса илсе. — Мĕн эсĕ? Кантăр чÿпĕкĕ[viii] кăна! Арăмна та тытма пĕлмерĕн. Станук Макçи хĕрĕ Лисук сан çине сурма та йĕрĕннĕ, тухрĕ те тарчĕ.

— Манăн мĕн тумаллаччĕ вара? —хăйне тыттарса ярасран хăраса, йăваш сасăпа каласа хучĕ Лявук. — Хĕрарăм кĕсре мар, ăна тăлласа тытма çук. Тăлласан та, салтать те тарать.

— Сан пеккин килĕнче çын пурăнать-и, çиме çукран шăна та вĕçсе каять, — Тимахви Лявук çине шăтарас пек пăхса илчĕ. — Арăма ăна çивĕтĕнчен ярса тытмалла. Пĕлетĕн-и, ман умра арăм чĕрне вĕççĕн çÿрет!

— Пĕлес килмест.

— Мĕн пĕлес килет?

— Пĕлместĕп.

— Камунсем çинчен-и? — халĕ ĕнтĕ Тимахви, юри вăйне кăтартас тесе, урай хăмисене кисрентерсе çÿреме тытăнчĕ, анчах выçă варла ĕçнĕ эрех хăвачĕ урисене чалăштара пуçларĕ.

— Камунсем çинчен кала эппин! —Лявук та сĕтел хушшинчен тухрĕ, чылаях хĕрсе çитнипе хĕрелсе кайнă Елпике арки çине пырса ларчĕ.

— Хăвалăхри Уланкă камунне хĕртме каятпăр-и? — Тимахви, кăкăрне каçăртса, аллисене сулкаласа, Лявук умне пырса тăчĕ. — Шикли шикленет, кĕрĕкне пĕркенет… Эх, хăравçă!..

— Каяр! — сиксе тăчĕ Лявук.

Шавласа тăнă вăхăтра алăк уçăлчĕ те Крахъян кĕрсе тăчĕ, хăйне хĕнесе пĕтересрен хăранипе пулас, пĕр сакăр çулхи ывăл ачине те илсе килнĕ.

— Тимахви, киле манса каяс марччĕ, — терĕ вăл тутине уçи-уçми йăвашшăн; сассинче çилленни те, ниçта кĕрсе кайма çук хурланни те сисĕнчĕ.

— Эсĕ ман хыççăн йĕрлесе çÿретĕн-и? Э? —терĕ Тимахви, Крахъян патне чышкисене чăмăртаса пырса.

— Анне! — тесе çухăрчĕ те ывăл ачи амăшне хăвăртрах пÿртрен туртса кăларчĕ.

Тимахви, автанла мăнкăмăллăхпа чышкисене çĕклесе, каялла, сĕтел патнелле, утрĕ.

— Кунта чипер Елпике пур çинче Крахъян патне каяп-и эп! —терĕ те Тимахви Елпикене хăй çумне пăчăртарĕ.

— Хи-хи-хи! —тесе кулса ячĕ Елпике.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

10

Хĕвелĕн каçхи çути чÿречерен ÿкнĕ вăхăтра Тимахви тÿшек çинче вăранса кайрĕ, урайĕнче çывăракан сапаланчăк çÿçлĕ Лявука курчĕ. Сăхман тăхăннă Елпике вут çĕклесе кĕчĕ те кăмака умне пăрахрĕ. Тимахви çине куç хÿрипе те пăхмарĕ.

— Елпике! Э! —тесе Тимахви вырăн çинчен сиксе тăчĕ. — Ну, пăртакçă мухмăр уçас та уттарас.

— Хупа пĕрле Лявука та илсе кай.

— Унпа мĕн тăвас?

— Эсир Хăвалăха каясшăнччĕ.

— Мĕн тума? —Тимахви, хăй каланине чиперех астăвать пулин те, пĕлмĕше печĕ.

— Ара, Уланкăна хĕнес темерĕр-и?

— Мана сыпма пар, нумай ан калаç!

Чăнах та, Тимахви Лявукран уйрăлас тенĕччĕ, анчах лешĕ тĕпсакай хăми урлах выртнă иккен.

— Тăр! —терĕ Тимахви, Лявука хыçалтан урипе пырса тапрĕ, икĕ аллинчен сĕтĕрсе, тăратса лартрĕ.

— Мĕн, ара? — хăй ăçтине те манса кайнă Лявук куçне сăтăрса илчĕ, сак хĕрринчен аллипе тытса тăчĕ.

— Ах, пуç ыратать, — терĕ вăл, Тимахвие курсанах мĕн пулса иртнине ăнланса илчĕ. — Мухмăр чĕртес терĕмĕр, каллех чирлерĕмĕр.

Тимахви шухăшĕсемпе пăтранса ларнă вăхăтра Елпике тĕпсакайне анса тухма та ĕлкĕрчĕ, хальхинче турилкке çине хăяр тата çăкăр чĕлли те хучĕ. Тимахви никама та тав туса калаçса тăмарĕ, кăмака умĕнчен шурă чей курки илчĕ те икĕ хутчен тултарса ĕçрĕ.

— Тултарса парасса ан кĕт. Хăвăн та аллу пур, — терĕ Лявука, хăй хăярпа çăкăр татăкĕ тытрĕ, апат тутине пĕлмесĕр, юлхавлăн чăмлама тытăнчĕ.

Халĕ унăн кăмăлĕ тăвăлса килчĕ. Пĕр эрне ытла ĕнтĕ вăл ĕçкĕ сĕрĕмĕнче çÿрет, суту-илÿ ĕçне мансах кайрĕ, килĕнче куллен тенĕ пекех тăвăл кăларать, унран ачи-пăчи тарса пытанакан пулчĕ.

— Тÿлеме манса ан кай, Тимахви, — терĕ Елпике, Тимахвин тайăлса кайнă çĕлĕкне тÿрлетсе лартрĕ.

— Манмăп, — терĕ Тимахви, ура çине тăчĕ, çывăрнă чухне те хывман кĕрĕкĕн лутăрканнă аркисене тÿрлеткелерĕ, стена çинче çакăнса тăракан, çуллах шăнасем вараласа пĕтернĕ пĕчĕк куçкĕски çине пăхса илчĕ: сухалĕпе мăйăхне яланах хырса тăраканччĕ, халĕ вĕсем ашкăрса[ix] ÿссе кайнă, питçăмартисем çине кĕрен пăнчăсем персе тухнă, куç улмисем хĕрлĕ тымарлă.

«Пахча мĕлки! »— тесе шухăшларĕ хăй çинчен Тимахви, ниçта кайма та аптрарĕ, аскăн хĕрарăм килĕнчен арăмне хăваласа янă хыççăн кил ăна тем пек хăрушă туйăнчĕ. Эрех юлашкине Лявук ĕçсе пĕтерме ĕлкĕрнĕ, ÿсĕр те тĕссĕр куçне хупи-хупми тĕлĕрсе ларать.

— Пар тепĕр кĕленче! —кăшкăрсах каларĕ Тимахви.

— Ай, тур-тур, Тимахви! Ытлашши пулĕ, аташтарса ярĕ, — ÿкĕте кĕртесшĕн тархасларĕ Елпике, аллисене кăкăр умне тытрĕ.

— Аташсан та, пурпĕр, — терĕ Тимахви; сасартăк унăн ыйхăллă куçĕсем уçăлса кайрĕç, çамки тирĕ пĕрĕнсе илчĕ.

Вăл Елпике панă эрехе курка хыççăн курка тултарса ĕçрĕ, юлашки куркапа Лявука сăмсинчен тĕртрĕ:

— Ĕç!

— Мĕн? —терĕ лешĕ ыйхă витĕр.

— Ĕç те, каяр.

Тимахвипе Лявук, пĕрне-пĕри ним те чĕнмесĕр, пĕр-пĕринчен тарас пек чылай уйрăлса утса пычĕç.

— Мĕн шухăшлатăн? —терĕ Лявуксен çурчĕ тĕлне çитес чухне Тимахви.

— Хăвалăха епле кайăпăр-ши?

— Кайăпăр та Уланкăна тыллăпăр.

— Каяр, Тимахви! Эпĕ лаша утланап та сан пата пырса çитĕп, — терĕ Лявук, хăй васкаса утрĕ.

Тимахви пÿртне кĕрсе тăмарĕ, тимĕр кăвак лашана йĕнерлесе утланчĕ те, хапхана хупса хăвармасăрах, юрттарса тухрĕ, хăн чылаях ÿсĕрĕлсе çитнине сиссен те, Лявук умĕнче намăса кĕрес мар, панă сăмаха тытас тесе хăюлланчĕ, нумай вăхăт пуçтарса пынă чи çилĕллĕ те усал шухăшĕсене пер тĕвве тĕвĕлерĕ. Чăнах та, ял вĕçĕнчи хăва патĕнче ăна Лявукăн çÿрен лаши хуса çитрĕ.

— Чăнах та, Уланкăна тыллатпăр-и? —Лявук именерех сасăпа ыйтрĕ.

— Хăратайми?

— Çук та…

— Сехрÿ хăпса тăрать пулсан, çавăрăн та килне вĕçтер! — хăр-харрăн татса хучĕ Тимахви, чĕлпĕрне карт туртрĕ те лашине уттарчĕ. Вĕсене хирĕç пĕр этем хуллен лĕпсĕртетсе килет, те хĕллехи çул йывăртан, те ывăнса çитнĕрен, хăй тайкаланать.

— Туртма çук-и сирĕн, ырă çынсем? —терĕ вăл, лаша пуçĕсемпе пĕр тан пулсан, çул айккине пăрăнчĕ, хай йăвашшăн пăхкаласа илчĕ.

— Ăçтан? —терĕ Тимахви, лашине чарса.

— Хусантан.

— Ăçтисем?

— Шупашкар енчиех эпĕ. Ял ятне каласан та, пĕлеймĕр.

Çухасăр кивĕ пальто тăхăннă пĕр хĕрĕх çулхи çын Лявук панă тапака чĕркерĕ, кĕсйине хыпаларĕ.

— Ме! —терĕ Тимахви, шăрпăк йĕнни ывăтса.

— Хулара выçăхса çитнĕ хыççăн яла туртăнтăм. Мĕн пулĕ, — терĕ çул çинчи çын, чикарккине чĕртсе ярса, хăй шăнса кăвакарса кайнă.

— Ялти Камунсене пĕтермелле тесе калаççĕ-и хулара? — çемçен ыйтрĕ Тимахви.

— Ялти пуянсене пĕтермелле тенине илтнĕ эпĕ, — терĕ хирĕç пулнă çын.

— Эсĕ камунсем майлă-им? —терĕ Тимахви, леш çын каялла панă шăрпăк йĕннине кĕрĕк кĕсйине чиксе.

— Майлă пулмасăр, — чикарккине савăнсах ĕмсе каларĕ çын.

— Апла эсĕ, килне çитсенех, пуянсене ташлаттарма тытанатăн ĕнтĕ. Тахçанах çапла кирлĕ вĕсене, — Тимахви, çул çинчи çынпа майлă калаçасшăн пулса, ахăлтатсах кулса ячĕ.

— Эпĕ пурнăçра темле асап та курнă. Халĕ ентĕ пуянсем те курччăр, —çын юр çине хунă йăлмакла хутаçне çурăм хыçне çакрĕ. — Чипер пулса тăрар, — терĕ те утма хатĕрленчĕ.

— Кайма ан васка-ха, санăн юмахна тата итлес килет, камун çури! —тесе хытă каларĕ те Тимахви, лашине çавăрса, кивĕ пальтоллă çын çулне пÿлсе тăчĕ. — Каялла ут, камун!

— Эпĕ ахаль рабочи, — хăраса ÿксе те тархасласа каларĕ сасартăках шурăхса кайнă çын.

— Ялта калаçăпăр. Ут! —Тимахви çынна çурăм тăрах саламатпа сăтăрса илчĕ. — Ан та кăкар мăйĕнчен! — яланах йĕнерĕ çумĕнче çÿретекен тилхепе тĕркине салтса ывăтрĕ Лявук умне.

— Тупата турăшăн, коммунист мар. Çулла Хусанта пристань çинче тиев йăтса тертлентĕм, хĕлле хула урамне шăлса пурăнтăм. Тархасшăн, хĕрхенĕр, айăп ан тăвăр! — юлашки вăйне çухатнă çын йăванса кайрĕ.

Лявук ăна пуçĕнчен пĕрре тапрĕ те мăйĕнчен кăкарса туртрĕ, антăхакан çын чĕлхине кăларса пăрахнине курсан, пăрмалла мар йăлмак[x] турĕ.

— Тăр! —Тимахви лаша çинчен пĕшкĕнсе саламатпа çапрĕ, çыннăн ырхан питçăмарти çине юн тухрĕ.

Чылай выртсан, çын аран-аран ура çине тăчĕ те утма пуçларĕ, икĕ алсишне юр çине пăрахса хăварчĕ. Малта пыракан Лявукăн тилхепи вĕçĕнчен кăкарнă çын ерипен пырать, такăнса ÿкет те хăйне тĕтĕрекен тилхеперен ярса тытса çĕкленет, хушăран Тимахви ăна çурăмĕнчен саламатпа сăтăра-сăтăра илет.

Хăвалăх ялĕн хĕрринче, хĕлле те пăсланса выртакан шурлăх тĕлĕнче, пĕр кукăр хурама пур. Ăна хăйĕн ĕмĕрĕнче темиçе хут та аçа çапса çурнă, «йĕрĕх хурами» теççĕ ăна, унта чир-чĕрпе асапланакан çынсем юсман та, нухрат та, пушăтран касса тунă выльăх кĕлеткисем те пăрахаççĕ. Çакăнта çитсен, Тимахви хушнине итлесе, Лявук лаша çинчен сиксе анчĕ.

— Çавăт! —тесе кăшкăрчĕ Тимахви, çынна виçĕ хут çурăмĕнчен те, пуçĕнчен те çапса илчĕ, çын ураран ÿкрĕ.

Вĕсем иккĕш йăванса кайнă çынна, темле тапсан та, урисенчен сĕтĕркелесен те, тăратаймарĕç.

— Юлашки сăмахна кала! —тесе çухăрчĕ Тимахви, çиллине шăнарайман енне выртакан çынна урисенчен тытса сĕтĕркелерĕ.

— Мĕншĕн эсир мĕскĕн çынна вĕлеретĕр-ши? —аран сывласа каларĕ çын. — Хулара хам выçă пурăнтăм, ялта тăватă ача. Мĕнле те пулсан пулăшаймăп-ши мĕскĕн ачасене тесе киле таврăнăттăм, çитеймерĕм.

— Халĕ, камун, тăранăн, — терĕ те Тимахви тилхепен пĕр вĕçне Лявука пачĕ, вара вĕсем месерле выртакан çынна хурама патнелле сĕтĕрчĕç.

Тимахви тилхепе вĕçне ватă хураман пĕртен пĕр турачĕ урлă ывăтрĕ те вĕçне ярса илсе туртрĕ. Унчченех вилме ĕлкĕрнĕ ырхан та çăмăл ÿтлĕ çын тилхепене туртнăçем хăвăрт çĕкленсе пычĕ. Çак вăхăтра Хăвалăх ялĕ енчен виçĕ çын каçхи тĕттĕмре мĕлкесем пек çеç курăнчĕç те каялла чупсах тарчĕç.

— Мĕн пур-ши? —терĕ Лявук, силленсе тăракан çыннăн кĕсйисене ухтарса. Вăл пĕр пĕчек пукане, пĕр катăк сахăр туртса кăларчĕ, ывăтса ячĕ.

Вĕсем, лашисене утланса, Хăвалăх ялне кĕнĕ тĕле укăлча хапхи умне, леш виçĕ çын пĕлтернипе, чылаях халăх пухăнса тăнă. Чишма çыннисем — Каюра Тимахвипе Упамсар Лявук кăна килсе тухни вĕсене тĕлĕнтерет те, хăратать те.

— Пĕр камунне çакса вĕлертĕм! — йĕнер çинче юри сулланса, мухтаннă сасăпа каласа хурать Тимахви, лашине саламатпа çапса илет те, чĕлпĕрне карт туртса, чĕвен тăратать. — Мĕнле сирĕн Камунсем, сывах-и? —тесе ыйтать, куçхаршисем антарса, каррăн пăхса илет.

Никам та чĕнмест, мĕншĕн тесен вĕçкĕн Каюра Тимахви урăхла самана пуçласа ярасса пуянсем те ĕненсех каймаççĕ.

— Камунсем сывах-и вара? —Тимахви лашине чарса тăмасть, чăлпар саланса çул паракан халăх хушшинчен Лавукпа пĕрле тухса каять, хăйне юмахри паттăр çын пек тытма хăтланать, анчах урăлма тытăнни пĕр енчен ăна хурама çинчи вилене аса илтерсе хăратать, тепĕр енчен вĕçкĕн шухăшне кăркка аçи çуначĕ пек хăпарма памасть.

— Ытла çăмăлттай хăтлантăм-çке, — тесе, Тимахви пуçне усса пыракан Лявук çине пăхса илет, лашине тăкăрлăка пăрса кĕртет, çыран хĕрринчи мунча умне çитерет те сиксе анать — кунта ĕлĕк пысăк лавкка тытнă Тилли Куçмин çемйи пурăнать, çурчĕ çунса кайнă хыççăн вăл нимле хуралтă та лартман, пĕтĕмпех чухăна пенĕ.

Тимахвипе Лявук мунчана кĕрсе каяççĕ, мачча ытла лутра пирки пĕшкĕнсе алăк патĕнче тăраççĕ.

— Кам унта? —илтĕнет кăмака умĕнчен карчăк сасси.

— Тимахви эпĕ, чишмасем.

— Тахçан та килсе курманччĕ…

— Куçма йысна çук-им?

— Килтехчĕ, халĕ çеç тухса кайрĕ, йĕрĕх хураминчен пĕр камуна çакса вĕлернĕ тет-и?

— Эпир çакса вĕлертĕмĕр ăна, — юлашки вăхăтра ăшне кайнă сассине хулăнрах кăларма тăрăшса каларĕ Тимахви.

— Тем те пулĕ халĕ. Пирĕн Левентей вăрçа каясран тарса çÿрерĕ те хăйне вилĕм тупрĕ. Вăрман тĕпекĕнче персе пăрахнă, — йапăртатса карчăк кăмака умĕнчен тухрĕ, вĕсене алă пачĕ, тĕттĕмре унăн тумĕ те, пичĕ те курăнмарĕ.

— Каяс пулĕ, Лявук? —терĕ Тимахви, карчăка хăйсем ахаль килменнине систерес тесе.

— Ара, ларăр-ха. Куçма йыснăр килĕ ĕнтĕ.

— Тĕрĕссипе каласан, аппа, чун çунать, — Тимахви макăрса ярас пек хурлăхлă каласа хучĕ.

— Ку саманара камăн чунĕ вырăнта-ши? —илтĕнчĕ вĕсемпе калаçма ютшăнакан карчăкăн сасси.

Тимахви, хăйĕн усал та суккăр çиллине пула, тĕпсĕр шăтăк хĕрнех килсе тухрĕ, пĕтĕм çан-çурăмĕпех чăм тара ÿкрĕ. Кĕсйинче пĕчĕк ача валли пĕр пуканĕпе сахăр катăкĕ кăна илсе килекен кивĕ пальтоллă çынна çакса вĕлерни ăна паттăра кăлараймарĕ, хăйне вилĕм патне илсе пычĕ. Ку тавраран тухса тарма ĕлкĕрĕ-ши вăл?

— Аппа, ăша пусарма эрех тупаймăн-ши?

— Аçтан тупăп, Тимахви шăллăм? —ытла та шелленĕ пек каласа хучĕ карчăк.

— Мана хĕрхенмесен, аннене аса ил. Чун ыратать, аппа.

— Хамăн урана эмеллеме усраттăм та…

Тимахви хăйĕн амăшĕн тăван йăмăкĕ патĕнче, милĕкпе шапа шăрши кĕрекен мунчара, Упамсар Лявукĕпе пĕрле юлашки хут сак çине ларчĕ, тĕттĕмре вĕсем иккĕш пĕр кĕленче эрех ĕçсе пĕтерчĕç, нимĕн те калаçмарĕç, çак самантра вĕсен умне çĕр çинче юлашки усал ĕç тăвас хура ĕмĕт тухса тăчĕ.

— Эпир, аппа, халех килĕпĕр, — терĕ те Тимахви мунча алăкне хăвăрт уçрĕ.

Вĕсем иккĕш те, юпаран кăкарнă лашисем кĕрĕк аркинчен турта-турта апат ыйтнине туймасăр, урампа ушкăн-ушкăн халăх иртнине пăхса, мунча умĕнче чылай вăхăт тăчĕç: йĕрĕх хурами патĕнчен таврăнакан çынсем калаçа-калаçа иртни каçхи сивĕ те лăпкă -сывлăшра лайăх илтĕнсе тăчĕ.

— Мăнтарăн çыннине ахалех çакса вĕлернĕ, — терĕ пĕр хĕрарăм сасси, — аллă тенкĕ укçине çĕлĕкĕ ăшне чикнĕ пулнă хăй. Аллă тенкĕ мĕн вăл хальхи саманара?

— Ĕçкĕпе алхасса кайнă икĕ шуйттан çул çинче камун тупнă, — терĕ ватăрах арçын сасси. — Хăрах алли вăрçăра аманнă çынна çакса вĕлернĕ. Вĕçкĕн Каюра Тимахвипе ухмах Лявукран ăс кĕтме пулать-и? Ых, ку пуянсене!

— Изосим Онисимович, мĕн тăвăпăр-ши? —терĕ утса пыракан икĕ çынтан пĕри, малалла мĕн калани илтĕнмерĕ.

— Улангин сасси, — терĕ Тимахви Лявука.

Икĕ çын кĕпер урлă каçса кайсанах, Тимахви Лявука çаннинчен туртрĕ. Вара вĕсем тăкăрлăкран тухрĕç те, икĕ çын хыççăн, чылай аякка юлса, енчен енне пăхкаласа утрĕç. Леш икĕ çынни ял Совет çурчĕ умне çитеспе чарăнса тăчĕç те питĕ шăппăн калаçма пуçларĕç. Лявукпа Тимахви çакна хăйсене тытас пирки канашланă пек ăнланчĕç. Улангин каялла хăй килне таврăнасса кĕтсе, вĕсем çул айккине йăпшăнса выртрĕç, сиксе ÿкме хатĕрленчĕç.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ, ура айĕнче юр кăчăртатни илтĕнчĕ. Хура мĕлкерен малта пыракан пăру пек пысăк йытă чупса пырать. Акă вăл, пĕр чакса та пĕр малалла талпăнса, вĕрме тытăнчĕ, мĕлке кăштах чарăнса тăчĕ те каялла çаврăнса кайрĕ. Çав самантрах Тимахви сиксе тăчĕ, пĕтем кăкăрĕнчи сывлăшне пĕрĕхсе кăларса, виркĕннĕ. Хăваласа çитесси тăватă-пилĕк сикĕм юлнă чух мĕлке яр-уçă тăракан ял Совет хапхинчен кĕрсе кайрĕ, ун хыççăн йытă та тăрса юлмарĕ, пÿрт алăкне никам та уçса хупни сисĕнмерĕ, çавăнпа хашкакан Тимахви сукмак шыраса тăмарĕ, пахчари чĕркуççи таран юр ăшне пута-пута чупрĕ, йытă вĕрнĕ енне пăхрĕ те хура мĕлке çырманалла анса пынине курчĕ. Тимахви мĕлке хыççăн хуралса выртакан пĕчĕк шыв юххи урлă сирпĕнсе каçрĕ, вĕтĕ хăвалăхпа витĕннĕ чăнкă çыранран хăпарма тытăнчĕ, вăйран кайса такăнса ÿкнĕ мĕлке патне çитес чухне хăй те, такăнса, сивĕ юр çине персе анчĕ, сиксе тăрас чухне ун çине йытă утланса ларчĕ, кĕрĕкне тĕк татнă пек талпаса тăкрĕ. Этем хирĕç тăма хăтлансанах, йытă ăна пырĕнчен хытă çыртрĕ те ямарĕ…

Лявук Тимахви хыçĕнчен ĕлкĕрсе пыраймарĕ, сасартăк чикен чикнипе сывлăшĕ пÿлĕнчĕ, килкартине чупса мар, хашкаса утса кĕчĕ те унта никама та курмарĕ. Пăрланса ларнă чÿречерен сарă çутă ÿкнине кура, вăл ял Совет кантурне кĕрсе кайрĕ.

— Ăçта эсĕ? —тесе кăшкăрсах ячĕ шурă халат тăхăннă çăра сухаллă çын.

Лявук тĕпелелле иртрĕ те сак çинче выртакан вĕри ÿтлĕ çынсене хыпаласа пăхрĕ, урисенчен турткаларĕ, хăй мĕн шыранине ăнланмарĕ.

— Тиф кунта! —тесе кăшкăрчĕ халатлă çын.

Лявук хăраса ÿксе тухса тарчĕ, килкартинче чарăнса та, итлесе те тăмарĕ, виличченех тамăка кĕрсе ÿкнине ăнланчĕ те урампа васкаса утрĕ, нумай вăхăт ĕçке ерсе çÿренĕскер, хăрушă тĕркĕшÿре анкă-минкĕ тухнă пирки халтан кайнăскер, тапкаланчĕ. Вăл тĕттĕм чÿречеллĕ мунча умĕнче чарăнчĕ, кăкарнă утне салтса илсе утланчĕ те чĕлпĕр вĕçĕпе хытă çапрĕ. Çав вăхăтрах Тимахви лаши, каялла хытă туртăнса, кăкарнă чĕлпĕрне татса сикрĕ, ĕрĕхсе кайса, Чишма çулĕ çине тухрĕ. Ĕрĕхтерсе чупакан Тимахви лаши хыççăн Лявук учĕ шак сиккипе пычĕ, унтан сасартăк кăртлатса сикрĕ те кутăн чакрĕ, Лявука хăй çинчен пуçхĕрлех сирпĕтрĕ, лаша и таканлă урисем юра чавса пыни кăна илтĕнсе юлчĕ.

Чылайччен ним шухăшлама пĕлмесĕр выртнă хыççăн, Лявук ура çине тăчĕ, силленчĕ, ун-кун пăхкаларĕ: умрах, хăрăк тăрăллă хурама çинче, хура виле сулланса тăрать. Лявукăн пĕтĕм ÿт-тирне тар тапса тухрĕ, сехри хăпнипе вăл ура çинче тытăнса тăраймарĕ, юр çине месерле кайса ÿкрĕ: кăвак тÿпе çине тăрăнтарса тухнă сивĕ çăлтăрсем халех татăлса ÿкес пек туйăнчĕç. Сивĕ тытнă чухнехи пек чĕтрекен Лявук пĕтĕм вăйне пухрĕ, ура çине тăчĕ те çулсăр-мĕнсĕрех вăрманалла талпăнса чупрĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

11

Вулăспа Хăвалăх хушшинчи çул çинче Изотова тапăннă хыççăн Иркка хăйсен ялне кăнтăрла та çÿреме хăра пуçларĕ: шиклĕ шухăш пĕчĕк чĕрене пăта пекех кĕрсе ларчĕ те ниепле те тухма пĕлмест. Сехре хăпартакан хыпар пĕрин хыççăн тепри тухса пырать, пĕр хăлхапа юс пек пĕчĕк пырса кĕрет, тепринчен кушак пек пулса тухать, пыра киле юмахри арăслан пекех мăнланса каяççĕ. Халăх хушшинче кашкăрсем çинчен юптарни манăçа тухнă çĕре таркăнсем пирки калаçма тытăнчĕç. Энтрипасар патĕнчи вăрманта таркăнсем пухăнса пĕр эшкер тунă пулать, ĕлĕк пурăшсем кăна пурăннă шырланта, çĕр чавса, хăйсем валли питĕ пысăк çурт тунă, хăйсем çаратма тухса кайнă чухне алăкне пысăк чулпа хупласа хăвараççĕ-мĕн. Ăçта, хăш ялта хитре хĕрсем пуррине асăрхас тесе, чи илемлĕ тум тумланса, улахсене пыраççĕ, вара кĕрхи пилеш пек хĕрсене вăрласа каяççĕ те леш хура вăрманти çĕрпÿртре эрнипе ĕçкĕ тăваççĕ, кайран та хĕрсене киле ямаççĕ, хăйсен çулĕсене кăтартса парасран хăраса, пурне те вĕлереççĕ, унтан çĕнĕ хĕрсем шыраççĕ.

Тĕрлĕ сăмах-юмах çÿрет ялсенче.

— Хĕрĕсем хитре тумлă таркăнсем çине пăхса çу пек ирĕлеççĕ ĕнтĕ, çавăнпа серепене пырса лекеççĕ те, —тесе каласа хуракан та пур,

— Вĕсем халĕ кăна çапла хăтланаççĕ, тет, — тесе юмаха малалла тăсать пĕр-пĕр чĕлхе ăсти, — кам тесен ячĕсене пурне те хут çине çырса пыраççĕ, тет. Çуркунне вара вĕсем сĕм вăрмантан тухмалла, вулăсĕнче те, хуласенче те хăйсен саманине туса хумалла, тет. Ун пек таркăнсен ушкăнĕсем питĕ нумай, тет, пĕр-пĕрин çинчен пĕлсех тăраççĕ, тет, станцисенче хăйсен çыннисем пур, телеграмма çаптарса тăраççĕ, тет.

— Ара, мĕнле власть вара вĕсен? —тĕпчеме тытăнаççĕ итлесе ларакансем юмарт[xi] чĕлхеллĕ калавçăран.

— Вĕсен-и, вĕсен хăйсен влаçĕ, — тет, хăйне нумай пĕлнĕ пек кăтартса, калавçă. — Таркăнсем пичете хăйсен аллине илсен, пур хитре хĕрсемпе арăмсене те хăйсем патне пухаççĕ, вĕсем валли юри пысăк та илемлĕ çуртсем лартаççĕ, сăнарпа ÿт енчен начар хĕрсемпе арăмсене тата карчăк-кĕрчĕксене те манса хăвармаççĕ, пурне те пухаççĕ те вĕсенчен супăнь тăваççĕ, ялсенче ĕçлеме вăйпитти арçынсене кăна хăвараççĕ, стариксене вĕлерсе пĕтереççĕ, шăммисенчен тура тăваççĕ.

Çакăн пек юмах-сăмах шкула та пырса кĕрет, ачасен чĕрисене хăратать.

Ирккана кăмăллă Изотовсем патĕнче пурăнма çăмăл мар, мĕншĕн тесен сĕтел хушшине çиме лармассерен вăл хăйне ытлашши карланкă вырăнне хурса вăтанать, шÿрпе пăртакçă сыпкалать те тухса тарма пикенет.

— Çи, хĕрĕм! —тесе, Татьяна Николаевна Ирккана хулĕнчен тытса лартать, аллине ирĕксĕрех кашăк тыттарать.

— Тăрантăм, тавтапуç, Татьян аппа! —тет Иркка, ырă хуçана çиллентерес мар тесе, каллех пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сыпма тытăнать.

Вăл вĕренме пăрахса тăрĕччĕ анчах ĕмĕрĕнче Лисук аппăшĕ пек мĕскĕне тăрса юласси, пурнăç урапи айне лексе аманасси хăратать ăна, пĕчĕклех пысăк шухăша ярать. Вăл хăшпĕр чухне çĕрле вăранса каять, ыйхине сирсе ярса, çаврăна-çаврăна выртать, Татьяна Николаевна сарса панă шурă çиттие пăру хÿри пек пĕтĕрсе хурать, ирхине вара тăсса якатать.

Паян шкултан килсе çăмах яшки çинĕ хыççăн Маньăпа Иркка урама тухса çÿремерĕç, тĕттĕм пулса çитрĕ, Атăл пăрĕ çинче ярăнма хăрарĕç: ялсенче çÿрекен хăрушă хыпарсем вĕсен асĕнчен тухмарĕç.

Татьяна Николаевна çĕвĕ машинине кăмака патнерех лартнă та урипе пусса кăлтăр-кăлтăр çавăрать, хĕрлĕ сатинран пĕр шит сарлакăш хăюсем çĕлет, вĕсем çине, çиппе тĕрлесе, «Н. М. » саспаллисем лартса хурать.

— Мĕн çĕлет вăл? —ыйтрĕ Иркка Маннăран, хăлхи тĕлĕнче пăшăлтатса: пурне те пĕлес шухăш канăç памасть ăна.

— Анне, мĕскер ку? — Маня амăшĕ çумне пырса тăчĕ, пĕр хăюне аллипе тытса çавăркаларĕ.

— Сан валли кĕпе, ачам, — терĕ те амăшĕ каллех машинине кĕрлеттерчĕ.

— Анне те суять, — кулса ячĕ Маня.

— Эсир, Ирккапа иксĕр, саспаллисене пĕлекен пулнă. Вулăр, — терĕ Татьяна Николаевна, Ирккана хăн патне чĕнчĕ.

— «Ăн»-па «ăм», – тесе тăсса каларĕ Иркка.

— Мĕне пĕлтерет «ăн»-па «ăм»? —Маня амăшĕн аллинчен уртăнчĕ.

— «Народная милиция» тенине пĕлтерет, — Татьяна Николаевна кулса тăракан тутине тăп тытрĕ. — Халăха хĕстерекен усалсем пур-и?

— Пур. Пирĕн ялти Варлам ытла усал, — терĕ Иркка, хăйĕнчен тата тем ыйтасса кĕтсе.

— Ун пек мурсене пăркăчлакан çынсен ушкăнне «милици» теççĕ, —Татьяна Николаевна аллине пĕр хĕрлĕ хăю илчĕ. — Вĕсем çакна сулахай çанă çине çĕлесе çÿреççĕ, ялсенче çĕнĕ йĕркене сыхлаççĕ.

— Çак «ăн»-па «ăм»-а курсан, усалсем хăраса ÿкĕç-и? — Иркка сатин татăкĕ çине шĕвĕр пÿрнипе тĕллесе кăтартрĕ.

— Вĕсен тăшмансене хăратма пăшалĕсем, хăвăрт çитме лашисем пулаççĕ.

— Вĕсем ăçта пурăнаççĕ?

— Килĕсенче, Иркка.

— Каçхине çул çине те тухса пăхаççĕ-и. Татьян аппа?

— Тухаççĕ. Сан килне каяс килет-им, Иркка?

— Питĕ кайса курас килет. Çул çине тухма хăратăп.

Татьяна Николаевна хăйне сăпай тытакан, урайне те шăлса кайма хапăл Ирккана хĕрхенет. Яланах кулма та сиккелесе çÿреме юратакан ача юлашки кунсенче хурлăхлă çÿрет. Вăтанакан пулчĕ, тем айăпа кĕнĕ пек калаçать, куçран пăхма именет. Татьяна Николаевна ăна темĕнле те йăпатма тăрăшать, анчах вăтану хуппине хупăнса ларнă кăмăлне уçаймасть, тăранах çименнине сиссен те тепĕр хут лартса çитереймест,

— Çи-ха, çи, ачам! —терĕ вăл ăна пĕррехинче, хуллен ачашласа, — Эпĕ ак сирĕн пата хăнана пырăп-ха.

— Эпир чухăн çав, Татьян аппа. Мăянлă хутăш ыраш çăкăрĕ питĕ йÿçĕ, — мĕскĕн сасăпа каларĕ Иркка; ун аллинчи кашăк тухса ÿкес пек туйăнчĕ.

— Халĕ мар, эсе хĕр пулса çитсен, — терĕ Татьяна Николаевна, ача кăмăлне хуçнипе сиссе.

— Манăн нумай вĕренесчĕ, эх, вара, Татьян аппа, сана темиçе эрне хăна тăвăттăм!

Икĕ хĕрачи те анасласа тăнине курсан, Татьяна Николаевна машина умĕнчен тăчĕ те иккĕшне те вырăн сарса пачĕ.

— Çывăрăр! —терĕ, лампăна пăрса пуçарчĕ, ăна хăй умĕнчи пĕчĕкçĕ çавра сĕтел çине пырса лартрĕ, вара унан мĕлки стенана пĕтĕмпех хупласа илчĕ.

Хура чÿречерен пин çăлтăрлă тÿпе, тĕнчере ним те пулса иртмен пек, лăпкăн пăхать. Йĕри-тавра тăпран та шăп, пĕр йытă кăна чуна çÿçентерсе уласа вĕрни хутран-ситрен илтĕнсе каять. «Виле пуласса сисет», тесе калаççĕ ун пек чух ялти çынсем. Татьяна Николаевна, ун пек тĕшмĕшсене ĕненсех каякан хĕрарăм мар пулин те, сăхсăхса илет. Упăшкине вулăспа Хăвалăх хушшинчи çул çинче тапăннăранпа чĕри пĕрре те хăйĕн вырăнĕнче мар унăн, каçсерен ыйхи вĕçет, чылай тарăхса выртнă хыççăн кăтăш пулсан[xii] та, çуйкăн[xiii] ыйхинче хăрушă тĕлĕксем курать, вара ирхине пуç йăн-ян каять, ал-ура чĕтрет.

Хĕллехи çĕр вăрăм пулни ĕлĕкрех савăнăç пекчĕ, халĕ инкек пекех тарăхтарать. Изотов ирхине кĕсйине çăкăр чиксе тухса кайрĕ те çаплах çук. Кунĕпех ялсенче çÿренĕ вăл. Халĕ темле лару пулнă пирки килне таврăнаймасть. Вăл вулăсра ĕçлеме пуçланăранпа арăмĕпе калаçма вăхăт та тупаймасть, тутлă ыйхăран та писнĕ, ÿт-тир енчен те чылаях туртăннă. Тимĕрçĕре ĕçленĕ чухне урай хăмине кисрентерсе, хĕрнĕ тимĕрпе ялкăшса выртакан кăмрăк шăршине илсе килетчĕ, икĕ пăтла туптавçă кунĕпех йăтса çапсан та, хăй ывăннине кăтартмастчĕ, урай варринчи пукан çине ларатчĕ те «Эх, выйду я на реченьку» юрра тăсса яратчĕ, апат çинĕ хыççăн тăсăлса выртса, улăп пек хытă çывăратчĕ. Халăх ĕçне илсе пырассинчен йывăрри нимĕн те çук: пурин кăмăлне юраймăн, хăшне юратмалла, ураран ÿкнĕ чух пулăшмалла, хăшне самана сунталĕ çинче сиктермелле, пуçран та, çурăмран та çапмалла — çавăн пек тимĕрçĕ пулса кайрĕ халь Дмитрий Изотович. Халăх сунталĕ çинче çĕнĕ самана саккунне туптама тытăнчĕ те хăй те хаяр вута кĕрсе кайрĕ, юрлама пăрахрĕ, хуткупăсĕ тусан айне тулчĕ.

«Сывах юлĕ-ши? »—тесе шухăшласа тăрать сивĕне пуçланă пÿртре Татьяна Николаевна.

Автан пĕрремĕш хут авăтнă хыççăн пÿрт умĕнче юр чĕриклетни, хытах калаçни илтĕнсе кайре, алăк хăлăпне ерипен туртрĕç. Упăшкин ура сассине хăнăхса çитнĕ Татьяна Николаевна пăлтăр алăкне тухса уçрĕ.

— Мĕншĕн ытла вăрах? — терĕ вăл, ку ĕнтĕ хăйĕн кулленхи ыйтăвĕ иккенне пĕлет пулин те.

— Ыйха пире халĕ, Татьяна чунăм, кунне виçе сехет çывăрмалăх виçсе панă, — кулса ячĕ Изотов. — Патша чухне нумай çывăрнă, теççĕ.

Татьяна Николаевна, пусарнă лампăна вăйлатса, пÿрте йĕп шыраса тупмаллах çутатрĕ те апат хатĕрлеме кăмака умне кайрĕ.

— Кунта эпĕ, Дмитрий Изотович, суккăр пулса ларма та пултарăп, — терĕ Хĕр-Ваçка, хăй чăнах та, куçĕсене шăлкаласа илчĕ.

— Мĕншĕн, ара?

— Эпĕ хĕле кĕнĕренпе пÿрте пĕрре те çутатса курман, краççын та çук, çутатас та килмест. Сăвăр пек пĕр-пĕччен пурăнатăп.

— Апла тискере тухса кайăн. Краççын кунта пăртакçă илме пулать, — Изотов Ваçкана алăк патĕнче хăрах ури çинче сиккелесе тăма памарĕ, унăн кивĕ шинельне хывса илсе, кайса çакрĕ.

—Çутатас килмест, Дмитрий Изотович, тĕттĕмре хуйхă курăнмасть. — Ваçка пукан çине пырса ларчĕ, хăй çине вăл кивĕ кĕрĕкрен çĕлетнĕ çурăм ăшши тăхăннă. — Тавтапуç Чинука, ачасене пăхса ÿстерет, хăех тăхăнтарать, çитерет. Пуянсем арăма вĕлерчĕç, ача-пăчана тăлăха хăварчĕç. Ых, вĕсене! — Ваçка ассăн сывларĕ те пуçне усрĕ.

— Пуянсем, Ваççа тусăм. Йĕлмекассинче питĕ ирĕк пурăнаççĕ-ха, — терĕ Изотов, малалла тем каласшăнччĕ, анчах хайĕн йывăр пурнăçне аса илсе тарăхса ларакан çыннăн кăмăлне хуçас темерĕ.

— Эсĕ мана çемçе тесе каласшăн ĕнтĕ, — Ваçка чăннипех те Изотов шухăшне тавçăрса илчĕ. — Манăн йысна Улангин Хăвалăхра хĕсме тытăннă, çĕр çинче Совет пуçланнине кăтартмаллах кăтартать. Хам тавра çынсене пуçтарса, çитерем-ха, вара эпир Варламсене ташлаттарăпăр, хĕл варринче аслати авăттарма пуçлăпăр.

Икĕ çын хĕрÿ калаçса ларнă вăхăтра Татьяна Николаевна кăмакара нумайранпа ларса сывалма та ĕлкĕрнĕ купăста яшкине сĕтел çине килсе лартрĕ, икĕ турилкке тултарчĕ.

— Ларăр, — терĕ Татьяна Николаевна, хăйне хыткукар вырăнне хурасран именсе, Ваçка çине тинкерсе пăхса илчĕ, — Çăкăр çук, Ваçка, ан кÿрен, — терĕ.

— Пулсан та, Татьяна Николаевна, пире памалла мар: вулăсри начальниксене те, мана та мăян çăкăрĕ кăна çитермелле, — петем çиллипе каласа хучĕ Ваçка.

— Меншĕн?

— Пирĕн ялтах çăкăр курман çынсем нумай, çав вăхăтра Варламсем ашкăнса пурăнаççĕ. Выççисем Варлама хиреç пĕр сăмах калама та шикленеççĕ.

— Ĕлĕк те хăраса пурăннă та, тÿрех сиксе тăма именеççĕ ĕнтĕ, — терĕ Татьяна Николаевна, Ваçка шÿрпине кăна сыпса ларнине курса: — тĕлнерех çавăрса ил, унта çăмах пур, — тесе хушса хучĕ.

— Çăмах тесен, кашăкпа ăсма мар, яшкана хам сикме те хатĕр. Патшана тухсан та, эпĕ сĕтпе юрнă çăмах çийĕп, тесе каланă, тет, ĕлĕк, чар Иван чухне, пĕр чăваш. Сирĕн килĕре пырса кĕтĕм те, Дмитрий Изотович, сăмах хутаçне пĕтĕмпех салтса пăрахрăм: калаçас та калаçас килет. Килте çĕрле пĕр-пĕччен утса çÿретĕп те Укçинене аса илетĕп; чун шар çурăлса каять, урама тухса хам инкек çинчен çухăрса каласа парас килет. Вăрçă урасăр хăварчĕ, пуянсем арăма вĕлерчĕç, чунăма касрĕç те вăтăрсах[xiv] татса илчĕç, пĕр татăк кăна хăварчĕç.

— Ăна мансам ĕнтĕ, лăплан, Ваçка тусăм, — терĕ Изотов, турилккене тайăлтарчĕ те юлашки кашăк ăсса илчĕ. — Эпĕ çисе те пĕтертĕм, эсĕ пур…

— Калаçнипе кăна чĕре лăпланать, Дмитрий Изотович. Манăн чунăн пĕр татăкĕ юлнă, хăрушă татăкĕ. Сĕм вăрмана вирт яма пĕр шăрпăк, пĕчĕкçĕ шăрпăк, çитет. Эсир мана паян партие илтĕр, каласшăн пултăм та, сăмахсем ĕненмелле мар пуласран вăтантăм. Манăн пĕр татăк чун çеç, анчах вăл ялкăшса çунĕ, Варламсене ĕнтме çитĕ.

Такам пăлтăр алăкне таплаттарса çапрĕ, кĕмсĕрт-кемсĕрт тутарса туртрĕ. Изотов, такам пысăк та хăрушă хыпар илсе килнине сиссе, урине ним те тăхăнмасăрах, тăрăнса каяс пек васкаса тухса кайрĕ.

— Эп, Улангин! —вут-кăвар сÿнтернĕ чухнехи пек хашкакан сасăпа каласа хучĕ çын.

Алăка уçнă-уçманах пĕр йытă, Изотовăн çара урине сивĕ çăмĕпе лексе, кĕрсе кайрĕ.

— Тепе![xv] —тесе кăшкăрчĕ Изотов.

— Ан тив ăна, Дмитрий Изотович, пăлтăрта канса вырттар! Мана вăл, чĕлхесĕр янавар, вилĕмрен хăтарчĕ… — Тĕттĕмре васкаса калаçакан Улангинран тар шăрши çапрĕ.

— Мĕншĕн çур çĕр иртсен те халăха хăратса çÿретĕн эсĕ, йысна! —терĕ Ваçка.

Улангин çĕлĕкне силленĕ май урайне вĕтĕ юр тăкăнчĕ, йĕп-йĕпе çÿçне аллипе шăлса вырттарма тăчĕ, анчах çÿçĕ вирелле чанках тăчĕ.

— Акатуйĕнче ăмăртса курман та, хальхинче Кармăшри паттăр Мазхар тутартан начарах чупмарăм пулĕ. Çулсăр-мĕнсĕрех варпа лупашка тăрăх ыткăнтăм, хыçалтан йĕрлесе хăваласран хăрарăм. — Улангин кăмака таврашĕнче тем шыранă пек пăхкаласа çÿрерĕ.

— Мĕн? —терĕ тĕленсе пăхса тăракан Изотов.

— Ăш хыпрĕ. Сивви!

— Халех! —Изотов кăмака хыçне кĕрсе кайрĕ, пысăк курка йăтса тухса, Улангина тыттарчĕ.

Леш, пĕрре те сывлăш çавăрмасăр, курка тĕпне кăтартсах, ĕçсе ячĕ, ывăнса кайрĕ, пукан çине пырса ларчĕ, хашкаса сывласа тÿмисене вĕçертсе тухрĕ те кĕрĕкне йÿле ячĕ.

— Мĕн пулчĕ вара?

— Малтан турттар-ха, пултăрăм[xvi]! Хăнам та пурне те каласа парăп, — терĕ те Улангин, пукан çине тайăнчĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

12

Изотовпа Хĕр-Ваçка Йĕлмекассине каясса пĕлсенех, Иркка переменăна тухмассерен вулăс кантурĕ умнелле пăхсах тăчĕ, юлашки урока юлмарĕ, вĕсемпе пĕрле пĕр çуна çинче ларса пычĕ, хăйсен ялĕ вĕçĕнче сиксе анчĕ те, сумкине силлесе, урампа чупрĕ. Килĕнче ăна пурте: юр хÿсе лартнипе уçăлман хапха та, ыраш улăмĕ кăна çинипе начарланса кайнă Хамит килкарти варринче сăмсинчен пăс кăларса тăни те, çапă купи çинчи чĕриклетсе сикекен çерçи ушкăнĕ те çав тери кăмăла кайрĕ. Вăл вĕрлĕк хапха урлă утланса каçрĕ те хăпăл-хапăл пÿрте чупса кĕчĕ, Татьяна Николаевна панă сахăр катăкне Петюка тыттарчĕ, ăна хулпуççинчен лăпкаса илчĕ:

— Петюк, катса пăх-ха, епле тутлă! —терĕ вăл. Кĕнчеле арласа ларакан амăшне те пĕр ывăç мăйăр кăларса пачĕ: — Сана та кучченеç! — Мăйăрне Ирккана хăйпе вĕренекен тусĕ панă пулнă, вăл ăна хăй çимесĕр илсе килнĕ.

Кĕтесрен кĕтесе чупкаласа çÿренĕ хыççăн, Иркка килкартине тухса кайрĕ. Хамита мăйĕнчен ачашланă май, çилхи çинчи ана пыйтисене ирткелерĕ. Часах тĕттĕмленсе те çитрĕ, тантăшсем патне кайса выляма та вăхăт юлмарĕ, пÿрте кĕресех пулчĕ. Çуралнă кил епле илĕртсе тăрать пулсан та, Изотовсем патĕнче лайăхрах: лампа та çутă, урай та таса. Кунта килсен, хырăм касăлса çитнипе мăянлă ыраш çăнăхне хутăштарса çăрнă салма яшкине çиме тивет.

— Ачам, пăртак та пулин хăй çутса лар ĕнтĕ, — терĕ амăшĕ, хăй апатланнă хыççăнах турахуп[xvii] сакки çине кайса ларчĕ, пÿрни çине сурса, кантăр çÿçне туртма тытăнчĕ. — Ним тума та ĕлкĕрейместĕп, хĕрĕм, апат та пĕçермелле, кĕнчеле те арламалла. Петюкпа иксĕрĕн те кĕпĕрсем çĕтĕлсе пĕтрĕç, çитсă тавраш илме пирĕн тахат [xviii]çитмест.

Амăшĕ ăна пысăк çын вырăнне хурса калаçни Ирккана питĕ килĕшрĕ, вăл кĕлленнĕ вучахран кăвар илчĕ те вĕрсе çулăм кăларчĕ, пĕр чĕл хăйă çутса, хăйчикки çине лартрĕ, унтан кăмака çинчен хурăн пуленки илсе, хăйă йĕлме тытăнчĕ.

— Иркка хам пекех ĕçчен çав. Мĕнле кăна ĕçе алла тытсан та, пурте кĕвве кĕрсе пырать, — терĕ амăшĕ, йĕкине, икĕ аллипе çупса, урайне ячĕ.

Иркка кун пек мухтанине итленĕ май тем туса пăрахма та хатĕрччĕ, анчах чĕлнĕ хăйă пĕр купа пулса та выртрĕ, урăх ĕç ниçта та курăнмарĕ, вăл вара хăйчикки умĕнчи пукан çине пырса ларчĕ.

— Эсĕ, ачам, вулăсра илткелетĕн пулĕ, — терĕ çăпата туса ларакан ашшĕ, — Чишмари вĕçкĕн Каюра Тимахвипе Лисук упăшки Хăвалăх ялĕнче пĕр çынна çакса вĕлернĕ, тет, кайран вĕсене иккĕшне вулăса илсе пыман-и?

— Çав усалсем пирки йăпăлтатма пăрах-ха, Макçи, — çилĕллĕ сасăпа пÿлсе хучĕ арăмĕ.

— Анне, юмах яр-ха, — терĕ сак çине кĕрĕкпе витĕнсе выртнă Петюк, хăй, итлеме хатĕрленсе, хăпăл-хапăл сиксе тăрса ларчĕ.

— Юмах юман тăрринче, эпĕ турахуп умĕнче, — тесе хаваслăн пуçларĕ амăшĕ, йĕкине урайне шăхăртса ячĕ те юрланă пек юхса пыракан сасăпа такмаклама тытăнчĕ. — Елĕк-авал, эпир кăвакал пулнă вăхăтра, асанне аса илмен çĕрте, кукаçей кайса курман ялта пĕр чухăн хресченпе арăмĕ пурăннă, вĕсен пĕр хĕр те ăслă хĕр пулнă, ăна Чĕкеç тесе чĕннĕ.

Хресченпе арăмĕ пыра киле, юр-вар тутанас тесе, пĕр пуян çынран ĕне усрама илнĕ, виçĕ хут пăруланă хыççăн каялла тавăрса пама килĕшнĕ. Хресченĕ те, арăмĕ те, ăслă хĕрĕ те ĕнене канма та, ларма та манса кайса пăхнă, ĕни кунсерен аванланса пынă, йăптăх çăмне тăкнă та çăмарта пекех якалса кайнă, сиккелет, нихçан та çиме ыйтса макăрмасть.

Пуян пĕрре килкартине пырса кĕрет, пăхкалать, хăйĕн мăкла[xix] ĕнине аран палласа илет.

— Ÿтĕре шăрпăк ан кĕтер тесен, итленĕ пулăр, ĕнене каялла тавăрса парăр, — тет пуян.

— Ара, эсĕ хăвăн сăмахна манса кайрăн-и? —тет чухăн хресчен. — Виççĕ пăруласан тесе чиперех калаçса татăлнăччĕ-çке, — тет.

Пуян чухăна суда чĕнтерет, сехрине хăпартма тăрать.

— Мĕншĕн эсĕ, — тет тиек хресчене, — ĕнене тавăрса памастăн. Саккуна пăхăнмастăн-и? —тет.

— Мĕнле тавăрса парам-ха, — тет чухăн çын. — Виççĕ пăруланă хыççăн пама алă çапсах килĕшнĕччĕ, — тет.

— Эсĕ манăн ĕнене вăрласа кайрăн та кунта тÿрре тухма хăтланатăн-и, турра та манса кайрăн-и? —тет пуян, чухăна çĕр çинче çук сăмахсем каласа хăртать, çÿçĕнчен ярса илет те лăскама тытăнать.

Тиексем пуяна аран тытса чараççĕ.

— Эсĕ, — тет аслă тиек чухăн хресчене, — ак çак сÿс пайăркине килне илсе кай та çип арла, пир тĕрт, кĕпе çĕлесе, алшăлли тĕрлесе илсе кил, вара эпир санăн сăмахна ĕненетпĕр, — тет.

Чухăн хресчен, халтан кайса, килне таврăнать, тиек мĕн тума хушнине хĕрне макăрса ярас пек хурлăхлă каласа парать,

— Ан тарăх, атте, — тет хĕрĕ, — вырт та лăпкă çывăр, пурне те хам тăвăп.

Ирхине хĕрĕ йĕке вĕçне кăчăрт хуçать те ашшĕне тыттарать:

— Тиек патне кай, ăна йĕке вĕçне пар та кала: пурте хатĕр, пир станĕ кăна çук, те. Çак йĕке вĕçĕнчен стан туса парсанах, кĕпе те, алшăлли те пулĕ, те.

Чухăн хресчен тиек патне каять, йĕке вĕçне сĕтел çине хурать те пурне те хăй хĕрĕ хушнă пек каласа парать.

— Мĕн эсĕ, ăсран тайăлтăн-и? —тет аслă тиек. — Эпир йĕке вĕçĕнчен епле пир станĕ тума пултарăпăр? —тет.

— Çаплипе çапла та, — тет хресчен, — манăн вара епле пĕр сÿс пайăркинчен пир тĕртсе, унтан кĕпепе алшăлли туса килес?

— Акă сана пĕçернĕ çăмарта, — тет аслă тиек, хресчене çăмарта парса. — Çакăнтан эсĕ пĕр пуслăх чĕп кăлар та пирĕн пата илсе кил, — тет.

Чухăн килне аллисене лашт ярса таврăнать, херне пĕтĕмпех каласа парать.

— Ан тарăх, атте, — тет хĕрĕ, — вырт та çывăр, пурне те хам тăвăп.

Ашшĕ патне ирхине ăслă хĕр йăпăрт-йăпăрт чупса пырать, пĕр ывăç пăри парать.

— Эсĕ çакна аслă тиеке пар та кала: пĕр пуслăх чăх чĕппи килкарти варринче шимплетсе çÿрет, çитермелли çук, те. Çак пĕр ывăç пăрие кăмака çинче акса ÿстерĕр те арманта кĕрпе çуртарăр, вара эпĕ чĕпсене килсе парăп, те.

Чухăн хресчен тиексем патне каять, хĕрĕ хушнă пек каласа парать.

— Мĕн эсĕ, ăсран тайăлтăн-им? —тет аслă тиек. — Эпир епле майпа пĕр ывăç пăрие кăмака çине акатăр та тырă пухса илĕпĕр, унтан кĕрпе çуртарăпăр? —тет.

— Çаплине çапла та, — тет хресчен, — анчах манăн пĕçернĕ çăмартаран пĕр пуслăх чĕп епле кăлармалла-ши? — тет.

Тиексем сĕтел хушшине пуçтарăнса ларса вăрах канашланă хыççăн хăйсем патне чухăнпа пуяна чĕтĕреççĕ, ыранхи куна виçĕ ыйтăва тавăрса калама хатĕрленсе килме ыйтаççĕ. Ыйтăвĕсем çапла: тĕнчере мĕн мăнтăр, мĕн тутлă, мĕн чее?

Пуян килне таврăнать, арăмĕпе канаш тытать.

— Ара, кун пирки калаçма пысăк ăс та кирлĕ мар, — тет арăмĕ, арки çинчи мăйăр хупписене тăкса. — Пирĕн сысна мăнтăр пирки каялла кайса ларать — тĕнчере унтан мăнтăрри ним те çук: пирĕн вĕллери хуртсем сĕрлеççĕ — вĕсен пылĕнчен Тутли тĕнчере ним те çук; пирĕн йытă кÿршĕсен чĕлхисене çатан витĕр те тытма пĕлет — унтан чейи тĕнчере пĕр чун та çук.

Чухăн хресчен килне çитсен виçĕ ыйтăва хăй хĕрне каласа парать. Аслă хĕр шухăшласа ларать-ларать те:

— Тĕнчере чи мăнтăрри — çĕр, чи Тутли — ыйхă, этем куçĕнчен чейи тĕнчере ним те çук, — тет.

Тепĕр кун тиексем патне чухăнпа пуян пырса кĕреççĕ, харпăр хăй килте илтнĕ сăмахсене каласа параççĕ.

Тиексем чухăн хресчен каласа панине тĕрĕсе хăвараççĕ, ĕнине пуяна памалла мар тăваççĕ.

Халĕ те чухăн хресченпе арăмĕ шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ, тет, вĕсен Чĕкеç ятлă ăслă хĕрĕ шкулта вĕренет, тет. Юмах ятăм, юптартăм, пĕр сăмах та суймарăм.

— Эсĕ анне, пăртак суй-ха. Аçтаха çĕленсем çинчен итлес килет, — тесе Петюк ыйхă пуснине хурланакан куçне шăлса илет.

— Ĕлĕк-авал, кÿршĕ ял Хурамал вырăнĕнче сĕм вăрман кашланă вăхăтра, Касман туртапуç ялĕнче пĕр мучи пурăннă, — тесе ерипен калама тытăнать амăшĕ, урайĕнче тулнă йĕки сĕрлени илтĕнет.

Алăка кĕрĕст хупса, Чинук килсе кĕчĕ.

— Чупнă пек хăвăрт килтĕм, — терĕ Чинук, сарă кĕрĕк аркине уçса, Иркка умне пырса ларчĕ. — Мĕн эсĕ, катемпи пек, ним чĕнмесĕр ларатăн? Сана курманни нумай пулать. — Чинук юр хăрпăкĕ ларнă куçхарши айĕнчен Иркка çине пăхса илчĕ.

— Ху катемпи! —терĕ Иркка, ыйхăланă сассинче тарăхни сисĕнмерĕ.

— Шĕшлĕ пек çеç пулсан та, мăнна харкашас килет-и? Эпĕ сана хăлхаран та туртма пултаратăп, — Чинук ăна хулпуççинчен ачашларĕ. — Ташлас килет-и?

— Ташлама тăр-ухмах мар эпĕ!

— Ташлатăн-и?

— Çук.

— Кăна куртăн-и? — Чинук кĕсйинчен конверт туртса кăларчĕ те çÿлелле çĕклесе силлерĕ.

— Лисукран… Çыру килнĕ, анне! —кăшкăрса ячĕ Иркка, кĕнчеле арласа ларакан амăшне шартах сиктерчĕ, пукан çинчен сиксе анчĕ те Чинук алли патне кармашрĕ.

— Ташла, Иркка! —Чинук конверт тытнă аллине антарчĕ те каллех çĕклерĕ,

— Атя, Петюк! —кăшкăрса ячĕ Иркка.

Петюк ыйхи сасартăк сирĕлсе кайре, вал йăлт-ялт пăхса илчĕ, сак çинчен çаруран сиксе анса, тăпăртатса тăракан Иркка çумне пырса тăчĕ.

— Кĕввине кала, Чинук аппа, — терĕ Иркка, хăй пĕр урине мала тăсса хучĕ, Петюка аллинчен ярса тытрĕ.

Матюк йытти тил тытнă Саррине, хитрине, —

тесе, Чинук алă çупма май тутипе кĕвĕ калама пуçларĕ, Ирккапа Петюк, пĕр каялла кайса, пĕр малалла пырса, Чинук тавра çаврăнчĕç, иккĕш те ун умĕнче урисене тăп! тапса чарăнчĕç.

— Пар ĕнтĕ! —терĕ Иркка,

— Аппу йĕркеллĕ вуласа патăр-ха. Сапăр пул, ачам! — терĕ амăшĕ, турахупне тайăнтарса лартрĕ те Чинук умне пырса тăчĕ.

— Итлĕр, — терĕ Чинук, хăйне пур енчен те çавăрса илнĕ, сывлама та чарăннă пек кĕтекен çынсем çине пăхса, унтан такăнкаласа вулама тытăнчĕ.

«Аван-и, сывă-и, асран кайми атте-анне, савнă Иркка йăмăкăмпа пĕчĕк Петюк шăллăм! Пирĕн енчи тăрна та вĕçсе килсе тухман çĕрте çырма лартăм эпĕ шурă хута хуратса, сире, саркайăк пек тăванăмсем, юратса. Çыратăп эпĕ, Сирĕн Лисукăр, пасартан илнĕ кăранташпа мар, хуйхă-суйхăра çунса кăмрăкланнă çамрăк чĕремçĕм татăкĕпе. Сире курас килнипе, пĕтĕм чунăм ыратать, хăшпĕр чухне юри куçа хупатăп та хам çуралса ÿснĕ килĕм-çуртăм ума тухса тăрать…

Ав, Хусан инçе, инçе,

Хусантан Самар инçе.

Сирĕн хĕрĕр халь çÿрет

Унтан инçе çĕрсенче.

Кайăк ятăм вĕçтерсе

Хир-хир урлă Чĕмпĕре.

Сире аса илсенех.

Ыратса каять чĕре.

Авăтать чăпар куккук

Лутра йĕлме тăрринче.

Ай-хаях та, çамрăк пуç,

Мĕн кĕтет-ши çĕр çинче?

Çунат пулсан, канăттăм,

Кайăттăм та вĕçĕттĕм,

Хамăн атте-аннене

Ыталаса илĕттĕм.

Пĕвĕм манăн яш хăва,

Куçăм манăн — хурлăхан.

Ÿсрĕм эпĕ, пултăм хĕр,

Ырлăха мар, хурлăха.

Килчĕ çил те аврĕ çил

Ман хăва пек пĕвĕме.

Пулăш, терĕм, йăлăнтăм

Эпĕ савнă аннеме.

Шăрăх пулчĕ, çитрĕ вăл

Хурлăхан пек куçсене.

Тутăр пар-ха витĕнме.

Терĕм эпĕ аттене.

Ĕненмерĕ çав анне,

Итлемерĕ çав атте.

Тупаймарăм хÿтлĕх те,

Ыр сăмах та хам килте.

Иртнисене аса илсен, атте-аннем, манăн ÿт-тире пачăр-пăчăр сивĕ тар персе тухать, хам ача чухне тата хĕр пÿне çитсен çÿренĕ сукмаксем çинче тилпĕрен[xx] ÿснĕн, хыçран мана çĕлен-калта хăваланăн туйăнать. Эпĕ хамăн инкеке, упăшка килĕнчи çăкăр наркăмăшлă пулнине, тÿссе куртăм, мăшкăллă пурнăçра вилессине, пусмăр урапи айĕнче таптанса юлассине сиссе, тухса тартăм. Чылай вăхăт хушши Атăл хĕрринчи пĕр ялта больницăра ĕçлесе пурăнтăм. Ырă çынсем мана чирлĕ çынсене пăхма вĕрентрĕç. Халĕ ĕнтĕ эпĕ вĕсенчен те аякра. Пире кунта вăрçă ĕçне вĕрентсе çитерчĕç, çапăçма ыран-паян каяс пекех кĕтсе тăратпăр. Куççуль тăкса çын пулаймарăм эпĕ, малашне ялкăшса тăракан вутпа тупă кĕрлевĕнче хамăн хуйхă-суйхăран тасалса çитĕп, нÿрлĕ тăпрана ыталаса йăванса юлмасан, манăн хуçăлнă пĕвĕм тÿрленĕ, яланхи хурлăхра сÿне пуçланă куç шăрçинче хаваслăх вылĕ.

Эсир, аттепе анне, Ирккана ытла ĕçлеттерсе шăмшакне ачаллах ан ватăр, вĕрентме тăрăшăр, мана пама пулман телее ăна та пулин парăр.

Пилеш çине ÿкнĕ тăм

Ан лекинччĕ çĕмĕрте!

Йăмăк манăн хурлăха

Ан куртăрччĕ ĕмĕрте!

Петюка аркă çине лартса сиктерес, хулпуççинчен тытса çупăрлас килет. Ытти ачасем хушшинче савăнса чупса çÿреме ман ăна кĕпе çĕлесе парасчĕ, анчах киле хăвăртах пырса тухас шанчăк халлĕхе çук-ха.

Икĕ ана хушшинче

Ÿссе ларнă сар чечек.

Атте-анне килĕнче

Манăн шăллăм ылтăн пек.

Аппуна кĕте-кĕте

Каçăн-ирĕн ан та çун!

Хăвăрт çитмĕп сан патна,

Пĕчĕк чун та ырă чун.

Эпĕ хамăн çырăва хавасланса çырас тесе лартăм, епле кăна тăрăшсан та, шухăшласа хунă пек тухмарĕ, иртнисене пурне те аса илнĕçем кăмăл хурланса килчĕ, куççуль юхма тытăнчĕ. Улмуççи лартсан, хĕрлĕ улмине кĕтсе илме вăхăт кирлĕ, савăнăç тени те çавăн пекех хăвăрт килмест иккен. Питĕ нумай кĕтрĕм эпĕ ăна, халĕ ĕнтĕ аркă çине ÿкес пек туйăнать. Килет-и вăл, килмест-и, анчах ĕмĕт пурри савăнтарать. Килетех ĕнтĕ! Ăна, тен, эпĕ кураймăп, чĕкеç чĕлхеллĕ Иркка курĕ.

Камсене салам çырам-ши? Ырă чĕреллĕ çынсене пурне те манран пысăк салам калăр. Питĕ чипер пурăнать, тейĕр, шинель тăхăннă, салтакла утать, тейĕр. Çырма ларас чухне шухăш лавĕпе килет, çырнă чухне çул çине ÿксе юлнă кĕлте пек кăна тăрса юлать.

Юратнă аттепе анне, Иркка йăмăкăмпа Петюк шăллăм, манăн сирĕн патăра юрла-юрла, такмакла-такмакла çырас килет. Çÿрессе эпĕ, саркайăк пек хаклă тăванăмсем, вăрçа тумĕпе çÿретĕп, калпак çинче — хĕрлĕ хĕрес. Пирĕн мăнтарăн Лисук таçти темле çынсем хушшине килсе лекнĕ, тесе ан шухăшлăр эсир. Ялта çынсене: Лисук халĕ Чишмари ăçтиçуксем килĕнчи хăрхăм мар, чухăн çынсен ирĕкне хÿтĕлеме кайнă, тейĕр, йăваш Станук Макçи килĕнче те хурчка куçлă çынсем çуралаççĕ, тейĕр. Мана тĕлĕкре ырăпа курăр, тертре курсан — ан макăрăр. Эпĕ çитмĕл сăмах çырасшăн ччĕ, çичçĕр çитмĕлтен те иртсе кайрĕ: юпах[xxi] пек чунăм юрттарчĕ, сирĕн пата çитсе курасшăн пулчĕ.

Вĕç-вĕç, çыру, вĕç, çыру.

Çитес çĕре çит, çыру.

Сар пичетпе пĕр шакка

Атте каснă алăка.

Çырăвăм ĕнтĕ, тăванăмсем, каять пĕр çулпа, эпĕ тăрса юлатăп çичĕ шухăшпа.

Сире юратакан Лисук».

Чинук вуласа пĕтерчĕ те çырăва арки çине хучĕ, аллине лашт усрĕ.

— Лисук ÿпкелет, — терĕ амăшĕ тытăнчăк сасăпа, чăтса тăраймарĕ, макăрса ячĕ, хăйчикки çумне пуканне шутарса ларнă Макçи çине пăхрĕ. — Ак çак мур чĕре тĕпренчĕкне сутса ячĕ! —терĕ те ÿлесе макăрма тытăнчĕ: пĕтĕм ÿт-пĕвĕ сивĕ чирпе чирленĕ чухнехи пек туртăнса чĕтренчĕ.

— Ара ху та килĕшрĕн-çке, карчăк! —тăрăшсах питĕ йăваш каласшăн пулчĕ Макçи, ним тума пĕлмен енне шĕшлине çăпата куç тирме тăчĕ, анчах алли ăна итлемерĕ.

Çыру вуланă чухнех ашшĕ çине темиçе хутчен те çиллес пăхса ларчĕ Иркка. Чинук çумĕнчен уйрăлса, ашшĕ умне пырса тăчĕ.

— Атте! —терĕ вал йăлăннă пек.

— Мĕн, хĕрĕм?

— Эсĕ лаша илетĕп, терĕн-çке, аппана сутса ятăн. Мĕншĕн кĕлете сутмарăн? —Иркка та макăрма тытăнчĕ.

Чинук питне тутăр арки вĕçĕпе хупларĕ. Петюк та ыттисем пекех макăрасшăн пулчĕ, куççуль кăларни катари аппăшне сума çунине пĕлтерет тесе шутларĕ, анчах унăн куççуль тавраш тухмарĕ, вăл, çĕнĕ хăйă тытса, хăйчикки умне пырса тăчĕ.

Такам пÿрт пĕренисене патакпа шаккаса хăварчĕ, халăх çине пыма пĕлтерчĕ.

— Çакна кĕтсех лараттăнччĕ пулĕ, икĕ ура старости! — арăмĕ халиччен иккĕш нихçан та икĕ сăмах пĕр тĕвве çыхман пек хаяр каларĕ.

— Кайтăр ĕнтĕ, инке, — терĕ Чинук, — эпир хамăр калаçса ларăпăр, килнĕ хуйха хăяхпа ăшалăпăр, савăнăçа супăньпе çуса ачашлăпăр. Лисук çырăвĕ савăнăçла-çке, инке. Ан хуйхăр ĕнтĕ,

— Çапла та, Чинук хĕрсем. Иртнишĕн чун хурланать, — инкĕш каллех макăрма тытăнчĕ, унтан Иркка енне çаврăнчĕ те: —Аппу паттăр-и, ачам? —терĕ.

— Чинук аппа пек.

— Манран та паттăр, — терĕ Чинук. Ирккана йăтса илсе, хăй арки çине лартрĕ.

— Мĕн пăхса тăратăн тата, кай! —терĕ арăмĕ кĕрĕк тăхăнма ĕлкĕрнĕ Макçие.

— Эсир Лисук патне çырнă чухне мана та кĕртсе хăварăр, аçун та иртнишĕн чунĕ хурланать тейĕр. — Макçи тата тем каласшăн пулчĕ, Чинук çине йăлăннă пек пăхрĕ те тухса кайрĕ.

Вăл хурал пÿрчĕ умне пырса çитес чухне тап чарăнса тăче: ниçта та шăв-шав илтĕнмерĕ, пĕр çын та курăнмарĕ.

— Эпĕ пуринчен малтан килтĕм-ши? —шухăшларĕ вал, чÿречерен юр çине сарă çутă ÿкнине курчĕ те: —Кĕрем эппин, — терĕ.

Вăл лампа çутинче Изотовпа Хĕр-Ваçка сĕтел хушшинче ларнине курчĕ, вĕсен мĕлкисем ÿкнĕ кĕтесрен пин çын хушшинче палласа илмелле Шерхулла сасси илтĕнсе кайрĕ:

— Килях, Макçи абзи!

— Лар, Макçи пичче! Эсĕ те кунтарах кил, Шерхулла! — тесе, Изотов пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ. Хĕр-Ваçка алăка çаклатса илессе кĕтрĕ. — Эпир -вулăсра чылай тишкерсе, апла та, капла та виçсе пăхнă хыççăн, — тесе, вăл икĕ аллине те çÿлелле çĕклесе антарчĕ, — сире Йĕлмекассинче хамăр влаçа сыхласа тăма хушас терĕмĕр. Влаçа итлес пулать. Тăрăр!

Макçи сиксе тăчĕ, хăй хăраса ÿкнине епле пулин те пытарас тесе, яланах паттăр кăмăллă пулакан Шерхулла çине пăхса илчĕ, анчах унăн та çамки тирĕ пĕрре пĕрĕннине, пĕрре сарăлнине асăрхарĕ. Изотов кĕтесрен икĕ хĕç илсе килчĕ, малтан Макçин, кайран Шерхуллан хулпуççи урлă çакрĕ, вара иккĕшне те карабин пăшал тыттарчĕ.

— Тусăмсем, — терĕ Изотов, вĕсен умне тухса тăрса. — Эсир мана- пĕлетĕр, эпĕ те -сире витĕр пĕлетĕп. Макçи пичче салтак ĕçне пĕлет. Шерхулла та салтакра пулнă. Тăшман урнăçем урать, пире мăйран ярса илесшĕн. Пирĕн тăшман çине тапăнмалла, ăçта кăна пуçне çĕклет, унта персе ÿкер- мелле. Сирĕн хамăр влаçа хисеплĕ кĕрешÿре пулăшса пымалла. Эсир халăх милиционерĕсем — сирĕн пăшал та пур, хĕç Те.

— Пеме те маннă, — терĕ Шерхулла.

— Ыранах вулăса вĕренме пыратăр.

— Хĕç çакса çуран çÿреме намăс. Манăн качака утланас-и?

— Шерхулла тусăм, сана ташласа тăракан ут парăпăр. — Изотов хура кĕрĕк кĕсйинчен хĕрлĕ хăюсем кăларчĕ те сĕтел çине хучĕ. — Çаксене сулахай çанă çине çĕлесе лартатăр, — тесе иккĕшне те хăю тыттарчĕ. — Ăнлантăр-и?

— Ăнлантăм та-ха, — терĕ Макçи.

— Вара?

— Эпĕ питĕ йăваш-çке, Митри Изотович.

— Тăшман усал, эсĕ унтан та хаяр -пул, Макçи пичче.

— Итле-ха, Макçи пичче, — унăн умне пырса тăчĕ Хĕр- Ваçка, — Варак шывĕ хĕрринчи çĕре хутор пуянĕсене парăн-и эсĕ?

— Мĕншĕн парам?

— Тытса илме тăрсан?..

— Вара, Ваçка шăллăм, çапăçас пулать.

— Мĕншĕн?

— Мĕншĕн тесен хамăн çĕр.

— Власть камăн? — тесе, Хĕр-Ваçка Макçие куçĕнчен ăшчикне кĕрсе каяс пек пăхса илчĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

13

Иркка шкултан килсе урамра чупкаласа çÿрет те тĕттĕм пулнă-пулманах ашшĕ аçамĕпе пĕркенсе выртать, ирччен пĕрре те вăранмасть. Ашшĕпе Шерхулла çаннисем çине «Н. М. » тесе çырнă хĕрлĕ хăю çĕлеттернĕ, иккĕшĕн те пăшал та, хĕç те пур — вĕсем вулăс ялĕ хĕрринчи хăма виттернĕ çурта хваттере кĕчĕç, чылаях аслă шалти пÿлĕме вырнаçрĕç, Кил хуçи майра-инке, яланах ура кĕли таран вăрăм хура сарафанпа çÿрекен карчăк, пĕр-пĕччен пурăнать, ывăлĕ салтака кайнă, нумайранпа çыру яман, кинĕ хăйĕн ашшĕ-амăшĕ патне тухса кайнă. Калаçма вашават карчăк чăвашла пĕлкелет, анчах сăмахсене хăйне май пăсса калаçни Ирккана пăртакçă кÿрентерет.

— Çипаташкăпа çÿресе ури шăнмасгь-и, Иркка? —тет майра-инке.

— Çăпата, те! — вĕрентет Иркка.

— Çипата…

Майра инке темиçе хутчен те калать, картне лартаймасть, аллипе сулать. Карчăк пурне те пĕлме тăрашакан пĕчĕк хĕрачана вырăсла вĕрентме пуçлать, сăмавар патне пырать те пур пайне те вырăсла каласа тухать.

Макçи лашине кунта витере усрать, кантуртан панă сĕлĕ уламĕпе утă çитерет. Хамит, хуралтă тăрринчен сÿсе антарнă улăма кавлесе, лаша сăнне те çухатнăччĕ, çатан пек курăнатчĕ. Халĕ вăл шăварма кайнă чух сиккелесе илме те пăхать. Халиччен пĕччен тăма вĕреннĕскер, халĕ вăл хăйĕнчен чылаях çÿллĕ тимĕр кăвак утпа паллашрĕ — малтанах иккĕш пĕрне-пĕри тапкаларĕç, çырткаларĕç те темиçе хутчен шăршласа пăхнă хыççăн килĕшрĕç. Çак пуçне каçăртса тăракан лашана, акатуйсенче чупса темиçе хут мала тухнăскере, Шерхуллана Изотов панă. Унччен çак лаша Каюра Тимахвин пулнă. Тимахви хай, Хăвалăхра йытă туласа хăварнипе ирчченех юр ăшĕнче выртнă, шăнса пăсăлнă, икĕ-виçĕ кун хушши килĕнче чирлесе асапланнă хыççăн вилнĕ. Лявук ăçта кайса кĕни çинчен никам та нимĕн те пĕлеймерĕ.

Тимахвипе Лявукăн хăрушă ирсĕр ĕçе пирки ялсенче сăмах çÿрерĕ-çÿрерĕ те лăпланчĕ. Ăна тепĕр хыпар, юрлă çил хирти хытхурана шăлса хăварнă пек, хай айне турĕ, халăх сехрине хăпартакан сăмах-юмаха сирсе ячĕ — çынсем çĕрле ялтан яла çÿреме тытăнчĕç. Кашни ялтах халăх милици дружининче ĕçлеме çынсем уйăрса хуни, вĕсене хĕç те, пăшал та пани, вулăсра хĕçпе касма та, пăшалпа пеме те вĕрентни — çак вара мăн хыпар пулса тăчĕ. «Пуянсен хÿри вĕçне туй килнĕ… Пăчăнтăрр!»—терĕç халăхра. Йĕлмекассинче «Пăчăнтăрр!» вырăнне «Вăркăнтар!» терĕç те Варлам ятне кĕртсе лартрĕç. Çапла вара, халăх калашле, йытă вĕрсен те чĕри вăркакан йăваш чунлă Станук Макçи хĕçпăшаллă милиционер Максим Станков пулса кайрĕ.

Иркка халиччен амăшне ытларах сума сăвăтчĕ, хальхинче ĕнтĕ ашшĕнчен тĕлĕнсе, ăна халăх патши вырăннех шутларĕ, вулăс ялне ашшĕ пек çынсем пур ялтан та килнине курнă хыççан та ашшĕпе мăнаçланма пăрахмарĕ.

Иркка милиционерсем урампа епле иртсе кайнине пăхса тăма юратать. Пĕр вăтăр лаша икшер ретĕн тăрса пыраççĕ. Юланутçисем пурте тенĕ пек çулланнă сухаллă çынсем. Чи малта хăлхасăр çĕлĕк тăхăннă Шерхулла чылаях мухтаннă пек пуçне каçăртса тимĕр кăвак лашапа пырать — ку вара Ирккана пăртакçă кĕвĕçтерет:

«Лаши лайăх çав пирĕн Хамитрен»,— тесе, хăйĕн ăшĕнче пăшăрханса илет вăл, ашшĕне шырама тытăнать те часах тупать.

Хамит кайри лутра лашасем хушшинче те палăрсах каймасть, кунта та кĕлте урапи турттарнă чухнехи пекех пуçне пĕксе пырать. Ирккан, Хамите хăюллăрах пулма хистесе, кăшкăрса ярас килет.

Айккинче Хамитрен нимĕн чухлĕ те чаплă мар ула лашапа пыракан çынна Иркка паллать. Вăл, Хĕр-Ваçка йыснăшĕ, Хăвалăхри Улангин, чи асли вырăнне шутланать, аллипе сулса илет, чĕлпĕрне турткаласа, ашак пек лашине малалла та чуптарать, каялла та чакарать. Вăл халиччен Иркка илтмен сăмахсем кăшкăрса каланă хыççăн лашасем тапса сикеççĕ те, чĕлпĕре карт туртнине пăхăнса, пуçа каçăртса урампа юртаççĕ.

Ула лаша çинчи Улангин халь-халь вĕçсе каясла ăнтăлса пырать, — лашаллă салтаксене пĕрре те, иккĕ те мар, нумай хутчен çапăçăва çÿретни унăн пур хусканăвĕнче те сисĕнсе тăрать. Акă вăл шак сиккипе пыракан лашине кайри ури çине тăратрĕ, куç хупса иличчен хĕçне йĕннинчен туртса кăларса çÿлелле çĕклерĕ, пуçĕ çинче çавăрчĕ те такама юнанăн хытă та хаяр сасăпа кăшкăрчĕ. Шăнкăр уяр кун кăларнă тăман ăшĕнчи юланутçăсен пуçĕсем çинче хĕçсем хĕвел çутипе йăлтăртатрĕç. Сарлака урампа лашасем тĕпĕртетсе, çыннисем ши! те ши! шăхăрса пыракан ушкăнта хăй ашшĕ шыва пăрахнă пĕчĕк чул пек çухални Ирккана эрлен- терчĕ, анчах макăрас патне çитес чухне сасартăк Хамит таçтан вирхĕнсе тухрĕ, малтан Шерхуллан мухтавлă лашипе пуçма пуç тавлашса пычĕ. Макçие хăй çинчен çĕклесе çапас пек, пĕр-икĕ хут сиксе илчĕ те палт иртсе хăйрĕ. Ку аоăкра Ирккан куçĕ Хамит çинче кăна пулчĕ, хăлхи илтме пăрахрĕ, тахçанах шăннă урисем те сивве туйми пулчĕç.

Хăшĕ пĕччен, хăшĕ ушкăнпа, йĕлтĕрĕсене яру ярса, вулăс çурчĕ умне пухăнчĕç, лашисенчен çăра пăс тухса тăнăран вĕсем шурă пĕлĕт хушшине кĕрсе кайнă пекех туйăнчĕ.

Çĕлĕкпе хывса пăрахсах йĕнер çинче ларакан Шерхулла умне ула лаша утланнă Улангин пырса тăчĕ.

—Эсĕ кунта акатуй тăвасшăн-и? —терĕ чĕрене чылаях витермелле сасăпа Улангин.

—Мĕн?

—Çĕлĕкне тăхăн-ха.

—Мĕн вара, туганăм? — Шерхулла çĕлĕкне тăхăнчĕ.

—Мĕн унта эсир иксĕр, Йĕлмекассисем, пур кассене те хыçала тăратса хăвартăр?

—Эх, Уланкă туганăм, — Шерхулла кулса яма тăчĕ, анчах юраманнине туйса илчĕ. — Вĕçкĕн пуян лаши пулнă- çке, ман пек кĕтÿçĕ тутара итлет-и вăл?

Ыттисем, сасартăк çил пырса кĕрсен пĕчĕк вăрман шавласа илнĕ пек, ахăлтатса кулса ячĕç.

—Э, Шерхулла, улăштарар-и?

—Алă çапар-и?

—Пуян лаши çинче виличчен манăн чухăн лаши çине лар.

—Качака пек лашăрсемпе çÿрĕрех! Ман лаша мар, пăлан! — терĕ Шерхулла.

—Эсĕ тата, Макçи пичче, мĕн шутпа тавлашрăн? — кулса каларĕ Улангин.

— Мĕн тавлашасси унта, Кевриш шăллăм? Манăн Хамит, пăхăр пус, ылтăнран иртсе каясшăн. Эпĕ пур, тăмана пек, ларатăп хĕçе пăрахса хăварас-и, инкек курас-и тесе чун юлмарĕ.

—Хамит çав, — терĕ айккинче итлесе тăракан Иркка, хăйĕн юратнă лаши çĕнтернĕ хаваспа хваттере таврăнчĕ; хальхинче Изотовсем патне кĕмерĕ, Маньăна хăйĕн пысăк савăнăçне каласа парасшăнччĕ те, кÿтсе шăннă урисене хăвăртрах ăшăтас килчĕ.

—Где гуляла? —тесе ыйтрĕ кайри пÿлĕмре кăмака çумĕнче хĕртĕнсе ларакан майра-инке.

—На урамке гуляла, — терĕ Иркка.

Карчăк «урамка» вырăсла сăмах мар тесе, ăнлантарма пикеннĕччĕ, анчах Иркка итлесе тăмарĕ, сăхманне сак çине хывса пăрахрĕ, тапăрти çăпатисене шăпăр шăтăкне хăварса, кăмака çине хăпарса кайрĕ, кÿтнĕ урине лутăрканă тытăнчĕ.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ, ашшĕпе Шерхулла та килсе кĕчĕç.

—Э! —терĕ Шерхулла, ку Ирккана чĕннине пĕлтерчĕ.

Иркка ун енне çаврăнчĕ.

—Мĕн вара?

—Манăн, тутарăн, çиес килет. Чăвашăн мĕнле?

—Чăваш хырăмĕ тутарăннипе туслă, — кулса ячĕ Иркка. — Мĕншĕн эсĕ вырăс хырăмĕ çинчен ыйтмастăн, Шерхулла пичче?

—Вырăсăн тотă, — терĕ майра-инке. — Вырăс хăй çитарма пултарать.

Чăнах та, пÿртре шÿрпе шăрши пур. Майра-инке ирхине кăмакана пурин валли те пĕр пысăк чÿлмек çĕрулми шÿрпи лартна. Шерхулла, мĕн пĕчĕкренех килтен киле çÿресе ÿснĕ çын, хăй апат пĕçерме ăста, вулăсран панă сĕлĕ çăнăхне перекетлĕ тытса унтан пашалу та, кĕсел те, çăмах та тăвать.

—Макçи пичче, — терĕ вăл, —паян хĕç сулласа çÿресе манăн ăшчик касăлсах çитрĕ, хырăма ыйткалакан малай кĕрсе ларнă, çиме ыйтать те ыйтать. Мĕнле ăна хăваласа кăларăпăр-ши, Макçи пичче, э? Çĕрулми шÿрпи кăна парсан, итлемĕ.

— Пашалупа! — кăшкăрса ячĕ Иркка.

—Атьăр эппин ăна пашалупа йăпатăр! Хырăма чĕпĕт

се ан лартăр! — Шерхулла тĕпелте тÿнкĕртеттерме тытăнчĕ. — Мана йĕс ала та, такана та, ывăс та кирле.

— Халех, Шерхулла пичче! —Иркка, сапласа пĕтернĕ кăçатă тăхăнса, кăмака çинчен сиксе анчĕ.

Макçи пĕр çĕклем вутă каскаласа кĕриччен Шерхулла çăнăх алласа хунă, чуста çăрма тытăннă. Иркка ун тавра йăпăрт-йăпăрт чупкаласа çÿрет.

—Пашалуне вут çинче пĕçерĕпĕр. Чăш та пăш туса тăтăр! Кăмакине хутса яр, Макçи пичче! —терĕ Шерхулла, алли çумне çыпçăннă чустана çĕçĕпе хыра-хыра.

Кăмака хĕрсе çуннă вăхăтра тулта тĕттĕмленсе çитрĕ.

— Ман килес! —илтĕнсе кайрĕ алăк патĕнче Улангин сасси.

—Килях, — терĕ Шерхулла. — Хĕçпе сулласа çÿренĕ хыççăн шÿрпе ăсса кашăк суллани пыра кантармĕ, терĕмĕр, пашалу унама тытăнтăмăр. Леш пÿлĕме ирт, кăмака ăшшинетуй.

—Эпĕ хамăн туссем мĕнле пурăннине пĕлес майпа килсе тухрăм. Эсир менле?

—Эпир-и? —савăнăçлă та хытă сасăпа каларĕ Шерхулла. — Эпир кунта, ачам, çĕр çĕмĕрсе пурăнатпăр, патшана тухса кайрăмăр. Чăваш патша, тутар патша, вырăс майра патша. Патшалăхăмăр пуян: пĕр турчка, пĕр ухват, икĕ чÿлмек — пĕри тăм, тепри чугун. Катăк çатма та пур.

—Санпа пĕр калаçма тытăнсан, Шерхулла тусăм, эпĕ пукан çумне çыпçăнсах ларăп, тăрас тейĕн те тăраймăн.

—Çук! — Шерхулла алăк умне тырса Улангина пÿлсе тăчĕ. — Епле вара эсĕ виçĕ патша патĕнчен те сĕлĕ пăшалăвĕпе çĕрулми çимесĕрех тухса таратăн? Эпĕ кунта Иркка çинчен мансах кайнă. Чăваш патши хĕрĕ ăçта?

—Кунта! —кăмака хыçĕнчен илтĕнчĕ сасă.

—Вăтанса ан тăр, сиксе тух, ак çакă Хăвалăх хунне хамăр патшалăхран кăларса ан яр.

—Юре! —Иркка кăмака хыçĕнчен пысăк кăçатăпа лапăштатса тухрĕ, алăк хăлăпне ярса тытрĕ,

—Кунта кил, Кевриш! —чĕнчĕ кăмака умĕнче ларакан Макçи.

Улангин, кĕрĕкпе çĕлĕкне хывса, Макçи çумнерех пырса ларчĕ.

—Кала-ха чăннипе, Кевриш шăллăм, — терĕ Макçи. — Ман пек кăштăркка чăваша паянхи пек вăйă пите кирлех-и вара?

—Ку вăййа, Макçи пичче, ача-пăчан мар, — çирĕппĕн каласа хучĕ Улангин, — хамăрăн, пурнăçа курнă çынсен, вĕренмелле. Кăйттăм-кайттăм мар, çине тăрсах вĕренмелле!

—Эпир çынсене каймах кайăпăр-ши? —терĕ тепĕр пÿлĕмре пашалу унакан Шерхулла.

—Тивĕ.

—Вăрçа-и?

—Кунтах пулăпăр.

—Кунта та касăпăр-и, Уланкă тусăм?

—Тăшмансем хамăра хирĕç сиксе тухасран пирĕн хатĕр тăмалла.

—Çĕр айĕнчен сиксе тухĕç-и вĕсем?

—Тăшманĕсем хамăр хушăмăртах вĕсем.

—Вĕсен пуçĕсене касăпăр-и, Уланкă тусăм?

—Касма ĕлкĕрмесен, хамăр пуçсăр тăрса юлăпăр. Хĕрхенсе тăмĕç, касĕç те татăç.

—Ман пуçа та-и?

—Санăнне те.

—Эсĕ мана, хаваслă тутара, хăрушă япаласемпе ан хăрат-ха, —вашават кăмăлне сасартăк пусарса каласа хучĕ Шерхулла. — Эпир, Макçи пиччепе иксĕмĕр, сана ăслă çын вырăнне хуратпăр. Эсĕ пур, пирĕн сехрене хăпартма витлесе ларатăн.

—Тĕрĕссине калап, Шерхулла, — тархасланă сасăпа каларĕ Улангин, — мĕншĕн манăн, ача-пăчаллă çыннăн, юмах ярса çÿремелле?

—Асран кахала пуçланă пулĕ эсĕ, Уланкă тусăм, — çăнăхлă аллисене сулкаласа килсе кĕчĕ Шерхулла. — Пуçран аманман-и?

—Кăкăртан.

—Снаряд çывăх çурăлчĕ-и?

—Çывăхра та, инçетре те. Темиçе хут та çурăлнă.

—Кăкăрна лекнĕ вăхăтра мĕнле?

—Ăнсăр пулнă.

—Снаряд ÿкнĕ чухне пуç мими çĕвви сÿтĕлсе каять, тет, вара этем ăс-тăн енчен аташма тытăнать, тет, çапла пулман-и, Уланкă тусăм? —юптарса каларĕ Шерхулла.

—Эпĕ, Шерхулла, вăрçăран пуçа ĕлĕкхи анкă-минкĕ шухăшсенчен тасатса килтĕм, пуласлăха тавçăрса илме пăртакçă та пулин вĕрентĕм.

—Чăнах вĕрентĕн-и?

— Вĕрентĕм.

—Кама кирлĕ манăн, кĕтÿçĕ тутарăн, шакла пуçĕ?

—Сыхла пуçна, Шерхулла!

—Касаççĕ, тетĕн?

—Касма пултараççĕ.

—Ăçта?

—Йĕлмекассинче çапăçу пулма пултарать-и?

—Пултарать, Шерхулла, питĕ те пултарать.

—Эпĕ мĕн пĕчĕкрен Йĕлмекассинче чăпăркка сĕтĕрсе çÿренĕ. Халĕ ял урамне хĕç çĕклесе тухас-и? Кулса ил-ха ĕнтĕ, Макçи пичче!

—Ма кулас? Уланкă Кевришĕ ăслă çынччĕ халиччен.

—Апла пулсан, пуçа касса вăркăтиччен пыра тăрантса юлар, — терĕ тĕ Шерхулла тепĕр пÿлĕме тухса кайрĕ.

— Тĕрĕссипе калатăн-и çав, Кевриш? — именчĕк сасăпа ыйтрĕ Макçи.

—Пулма пултарать, Макçи пичче.

— Мана çак ĕçе кÿлнĕ чухне Изотов урăхла каларĕ-çке.

—Мĕн терĕ?

—Хамăр влаçа ялта сыхламалла терĕ. Урăх ним тума та хушмарĕ.

Улангин Макçи çине пăхса илчĕ.

—Мĕнле сыхлас тетĕн-ха?

—Йĕрке тытса пымалла. Ытлашши алхасса каякан, çапăçса çÿрекен ан пултăр.

—Пуянсем, хура çилĕпе тавăрас тесе, урăм-сурăм пăлхав çĕклесе, хамăр пек çынсене вĕлерме тытăнсан, чăх кашти айне кайса пытанатăн-и е пуянсен умне чĕркуçленсе ларатăн-и?

—Аплах пулĕ-ши вара, Кевриш!

—Пулĕ.

—Апла эппин, ун çинчен калаçас мар. Манăн та, тем хăрушлăх сиксе тухасса сиснĕ пек, ăш вăркать. Ачасем пур-çке…

—Манăн та пур, Макçи пичче, — Улангин Макçи умĕнчен тăчĕ те тепĕр пÿлĕме тухса кайрĕ.

Кăмакара вут çунса пĕтнĕ, кăшт кăна хĕрелсе выртакан кăвар çÿхе кĕлпе витĕннĕ.

—Иркка, çĕрулми пăрахар! — терĕ Макçи, унталлакунталла пăхкаларĕ, кăмака çине хыпаларĕ. Ирккана тупаймарĕ.

Иркка вĕсем калаçнине итлеме шалти пÿлĕмри кăмака хыçне пытаннă та стена çумĕнче ларнă çĕртех çывăрса кайнă.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

14

Шерхуллана нумай çул хушши лайăх пĕлекен çынсем те чун енчен ăнланса çитмен: нихçан та хурлăх мĕн иккенне туйма пĕлмен этем вырăнне шутланă. Чăпар куккук пек пурăнать, тенĕ. Çурт лартман, йăва çавăрман, тĕнчен кĕтесĕ те çук, тăрри те, пур енче те тикĕс — каç вырт та ир тăр, вара шĕвик шăхăрса çÿре! Анчах Шерхуллан пурнăçĕ, сынсем шухăшланă пек мар, пĕтĕмпе урăхла пынă. Вăл, тăлăха юлнă ача, чылай вăхăт кĕтÿре çÿренĕ хыççăн пикенсех йăва çавăрма тытăннă, чухăн йышра ÿснĕ Руза ятлă хĕре качча илнĕ, арăмĕ сенкер куçлă, тăн-тăн ÿт-пÿллĕ çын пулнă. Куç епле илемлĕ пăхсан та, чуна савăнтарсан та, кĕмĕл укçа ÿкермест. Мăшăрланнă хыççăн вĕсем Нургали ятлă пиччĕшĕ патĕнче пурăннă, тăм пÿртре тăвăр пулнă. Çамрăк мăшăрăн пÿрт мар, юпа лартма та хал çитмен. Вĕсем вара каллех Шерхулла каччă чух пурăннă Йĕлмекассине килсе тухнă, упăшки кĕтÿçе кĕрĕшнĕ, арăмĕ Варлам пуян патĕнче тарçăра ĕçленĕ.

Çав çулах кĕркунне инкек килсе çитнĕ, авăн вучахĕ çинче кушак пуçлă тăмана кăшкăрнă. Вăл çулхине Варлам Варак шывĕ хĕрринчи йăмрасене кăкласа кантăр акма çĕр хатĕрленĕ. Шерхулла арăмĕ пĕр турата пырса тăрăннă та куçне шăтарнă, куçĕ юхса тухнă. Вĕсем унччен юнашар ларса «Сандукач» ятлă юрра юрлама юратнă, халĕ ĕнтĕ сандукач-шапчăк кĕвви мар, леш тăмана сасси икĕ çамрăк чуна пырса тивнĕ.

Вĕсем пĕр килтен тепĕр киле куçса урайĕнче çывăркаласа пурăннă, ача хыççăн ача çуралнă, арăмĕ пек сенкер куçлисем те, упăшки пек çырă куçлисем те пулнă, вилсе пынă, ашшĕ-амăшне савăнтарма пĕри те пурăнман.

Шерхуллан чĕринче пур савăнăçа та асап кăшласа янă, вăл хурлăха пусарас тесе халăх хушшинче хăйне хаваслă тытма тăрăшнă, юптарнă, кăштах сыпкаланă вăхăтра кăна асапне вăрттăн тытса пыракан чаракĕ тайăлса кайнă, ун чух вал хăйĕн чи юратнă юррине — «Кайттăр идĕм, илем йăрак, кантмасса яна йĕрек» тесе хăй чĕри çунсан та унăн тĕтĕмĕ тухманни çинчен юрланă.

Ытти çынсем пекех, Макçи те Шерхулла хăйĕн хурлăхне хирти пĕччен тунката айне хурса хăварнă та кайран ăçтине пĕтĕмпех манса кайнă тесе шутлама, анчах паян Шерхулла та тарăн шухăша кайни палăрчĕ. Макçипе Шерхулла автансем авăтма пуçличченех Улангинпа калаçса

ларчĕç, малта кĕтсе тăракан хăрушлăх, хура юнлă пуянсем алхасса кайсан, чухăнлăхпа мул хушшинчи ĕмĕрхи хирĕçÿ кайăкĕ ялсенче хаяр çунатне карса иртессе вĕсен умĕнчех тăчĕ. Ирхине Шерхулла тăчĕ те шыв вĕретрĕ, ‘пăртак та пулин чей тутине кĕртес тесе, ыраш улăмĕ ячĕ, яланхи пек юптармарĕ.

— Эпĕ ача-пăчасăр çын,— терĕ вăл, чей чашăкне пилĕк пÿрни çине лартса,— акчах эпĕ ачасене хĕрхенетĕп, Чăнах та, Уланкă каланă пек пулсан, Йĕлмекассине те вăрçă пырса кĕрсен…

— Паян та пире ĕнерхи пекех ташлатĕ-ши Уланкă хăта?— терĕ те Макçи куç хĕссе илчĕ. Иркка умĕнче сехре хăппи ĕçсем çинчен калаçма кирлĕ маррине пĕлтерчĕ.

— Тÿсĕпĕр ĕнтĕ,— терĕ те Шерхулла сумкине çакса чупкаласа çÿрекен Иркка енне çаврăнчĕ.— Шкулта сахăр памаççĕ пулĕ? Ăçта васкатăн, хĕрккем?

—Эсир, пысăк çынсем, кунĕпе вăйă вылятăр, лашасене чăм тара ÿкеретĕр, пире выляма юрамасть-и?

—Чей те ĕçместĕн-и?

—Ыраш улăм чейне ĕçсе ларма эпĕ лаша-им? Мана сĕлĕ пашалăвĕ çитет.

—Сĕлле те, хĕрккем, ĕлĕк лашасем кăна çиетчĕç.

—Ĕлĕкхи ĕлĕк, хальхи халĕ,— Иркка сĕтел çинчи пашалăва сумкине чикрĕ.— Эсĕ ĕлĕк чăпăрккапа çÿренĕ, халĕ хĕçпе те пăшалпа. Ăнлантăн-и, Шерхулла пичче?

—Ăнлантăм.

—Ăнлан çав,—терĕ те Иркка, çĕр хута типсе тăнă çăпатисене кантăр хуçнă пек шăтăртаттарса, тухса кайрĕ.

Вăл çĕрле Хĕр-Ваçкан йыснăшĕ вăрçă Йĕлмекассине те пырса кĕресси çинчен каланине нумай итлеймен, ытла та ăшă кăмака хушшинче ларнăскер темле майпа ирхине кăмака çинче вăранса кайнă. Вăл Йĕлмекассинче мĕн те пулин пулса иртессе Хĕр-Ваçка йыснăшĕ каламасăрах пĕлсе тăрать, мĕншĕн тесен Вилюк пиччĕшĕ Николай кăра çилсем пуласси çинчен пĕлтерех каланăччĕ. Кăра çилсем, Николай каланă тăрăх, урăм-сурăм хăрушă пулмалла, пуянсен килĕ- çурчĕсене йăлт вĕçтерсе каймалла. Варлам çаплах пурăнать. Антун усламçă ялтан яла сутăва çÿрет. Çерккин тăваткал чÿречеллĕ пĕчĕк лавкки уçă, унта хыткукарлăхне пула хăрса кайнă арăмĕ тăрать, килен-çÿрен çынсемпе хаплатса мăкăртатать, Кун пек харамсене ÿпне-питне çавăракан кăра çилсем пулмаллах, Йĕлмекасси çинчен те шăхăрса иртмелле. Иркка, çапла шухăшласа, хăй тĕллĕн калаçса пынă май

шкула пырса кĕчĕ, сиккелесе чупса шавлакан ачасем хушшинче пурне те манса кайрĕ. Шăнкăрав памалли вăхăт та тахçанах иртсе кайрĕ, анчах коридорта çаплах кĕр те шав тăрать, ташлаканни ташлать, юрлаканни юрлать. Учитель килсе кĕчĕ, хай пÿлĕмне те кĕмерĕ, коридор варрине чарăнса:

—Паян пĕр урок та пулмасть!—терĕ.

Сăлтавне ыйтса тăракан пулмарĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, шкул тĕпĕр-тепĕр шавран пушанса шăпланчĕ. Ирккапа Маня пĕрне-пĕри юр çине пăш та паш пăрахакан арçын ачасем умĕнчен, качака путекĕсем пек сиккелесе, чупса иртсе кайрĕç. Вĕсем Халăх çурчĕ еннелле утрĕç. Çурт тăрринче паян вĕр-çĕнĕ ялав вĕлкĕшет.

— Сана пашалу çитерем-и?—терĕ Иркка тусне.

—Çитер!

Чупса ывăннă хыççăн хашкаса, пашалу чăмласа хуллен утнă чухне Иркка ĕнер Хамит мухтавлă тимĕр кăвак лашаран иртсе кайни çинчен каласа парасшăн пулчĕ, анчах чĕлхине Шерхуллан типĕ пашалăвĕ тăлласа пычĕ.

Халăх çуртне пырса кĕрсен, аялти хутра никам та курăнмарĕ, çÿлте нумай сасă пĕр харăс юрлани илтĕнчĕ. Икĕ тус кунти пур ‘пÿлĕме те темиçе хут кĕрсе çÿренĕ, çавăнпа вĕсем итлесе тăмасăрах малалла утрĕç, тĕр пÿлĕм умне пырса чарăнчĕç. Ку пÿлĕме тин уçнă вышеначальнăй училищĕре вĕренекенсем музыка урокне çÿреççĕ. Иркка çăраççи шăтăкĕнчен пăхма пикенчĕ. Арçын ачасемпе хĕрсем яланхи пек кулкаласа мар, таçта сиксе ÿкес пек çирĕп кăмăллă тăраççĕ. Александр Андреевич ятлă чылай ватă учитель пуç пÿрнине тимĕр татăкĕпе çапса илет:

— Слушай! — тесе юрлать.

— Слушай! — тесе юрлаççĕ пурте пĕр харăс.

Унта çинçе сасăллисем те, хулăн сасăллисем те пур. Учитель рояль умне пырса ларать, пĕр чĕлĕхне пуссанах, вĕренекенсем юрра пĕр харăс ярса илеççĕ, пуçĕсене çÿле çĕклесе, халех пÿлĕмрен утса тухас пек, паттăр кăмăлпа юрлама пуçлаççĕ.

—Мана та пăхтăр-ха, Иркка!—терĕ Маня, ăна хулпуççинчен туртса.

Халиччен вулăсра никам та илтмен юрра вышеначальнăй училищĕри ачасем юрлама вĕреннине пăхса тăма епле кăмăллă пулсан та, хăйĕн ырă тусне вырăн памалла пулчĕ. Тепĕр тапхăр юрласа чарăнсанах, Маня алăк патĕнчен пăрăнчĕ те Ирккана хăйпе пĕрле сĕтĕрчĕ, шĕвĕр пÿрнипе юнаса пычĕ. Пÿлĕмрен кĕске сарă кĕрĕк тăхăннă Липа Халапсина пĕр-пĕчченех тухрĕ, стена çумне пырса хĕсĕннĕ Ирккапа Маня умĕнчен иртнĕ чух:

—Мĕн вăрттăн итлесе тăратăр, шĕшлĕсем? —терĕ, йăл- йăл кулса илсе.

—Юрă, — терĕ Иркка шăппăн.

Халапсина чупнă пекех хăвăрт утрĕ. Унăн хĕрачасемпе юлашки хут ăшшăн калаçасси, вĕсемпе пĕрле кулса илесси килчĕ, анчах вăхăта хаклă пусма тавара пĕр çиппи таранччен виçсе каснă пек пайласа хунă. Германи çамрăк Совет çĕршывне хирĕç вăрçă пуçласа янă пирки демонстраци пулса иртмелле. Демонстрацире юрлама икĕ юрă вырăсларан чăвашла куçармалла. Вышеначальнăй училищĕре вĕренекенсем пурте — арçын ачасем те, хĕрсем те, — вулăсра тата ялсенче демонстраци ирттерсенех, фронта тухса каяççĕ.

Халăх тăшман çине тапса сикнĕ чух, пĕр тумлам пек татăлса, айккине ÿкме юрамасть. Пĕр тумлам пулса типиччен, пĕтĕм халăхăн аслă çиллине хутшăнса, тăвăллă çумăр пулса çĕкленес, аслати пулса кĕрлесе, тăшман пуçне аçа çапас! Ашшĕ питĕ йывăр чирпе выртать пулин те, Липа Халапсина фронта кайма хатĕрленет. Изосим Онисимович, Хăвалăхра тиф чирĕ чылай киле сарăлнине палăртсан, ялта лазарет пекки уçнă пулнă, анчах ăна пулăшса пыма, сестрана кĕрсе ĕçлеме никам та килĕшмен, касă чир пурин сехрине те хăпартнă, çынсем лазарет умĕнчен пăрăна-пăрăна иртсе кайнă. Пĕр Улангин кăна хыпăнса ÿкнĕ, чирлисем валли апат тупкаланă, вырăнти лавкка хуçине хĕстерсе, сармалли-витĕнмелли пусма-тавар илнĕ, май çитнĕ таран пурне те тунă. Ватă врач ăнсăр та халсăр çынсем умĕнчен çĕрĕн- кунĕн кайман, юлашкинчен хăй чирленĕ те урама юр çине персе ÿкнĕ… Унăн унччен те тăнлав тĕлĕнче кăвакарнă çÿçĕ халĕ кăпăкпа витнĕ пек шап-шурă, куçĕсем путса кĕрсе кайнă, аллисем хăрăк турат пек курăнаççĕ.

Липа килне çитсенех, чылаях выçăхса çитнĕ пулсан та, апатланса вăхăт ирттерес темерĕ, кĕрĕк пиншакне йÿле ячĕ, хывса тăмарĕ. Шалти пÿлĕмре уткаласа çÿресе, «Смело товарищи, в ногу» юрра хăй ăшĕнче ĕнĕрлесе куçарма тытăнчĕ, шухăшне пĕтĕмпех сыхласа хăварас тесе, хăшпĕр вырăнта рифмăсем тупма та тăрăшмарĕ, Тепĕр юррине куçарнă чухне ун умне вăрçă хаярлăхĕ тухса тăчĕ, ирĕклĕхшĕн пыракан çапăçу хирĕнче вăл хăй те пур пек туйăнчĕ. Липăн пĕтĕм ÿт-пĕвĕ вĕриленсе кайрĕ.

Слушай, товарищ,

Война началася.

Бросай свое дело,

В поход собирайся.

Çапла ĕнтĕ, ашшĕ портречĕ çакăнса тăракан пÿлĕме, хăй куллен шăварса тăнă чечексене, халĕ чÿречерен курăнса ларакан пилешпе хурăнсене, çырса пĕтермен сăвăсемпе калавĕсене, çĕр çултан та иртнĕ ватă тирĕке, йĕпе чухне çумăртан, уяр чухне хĕвелтен хÿтĕлекен йывăçа пăрахса хăвармалла, ÿхĕрсе тăракан çил-тăман витĕр вăрçă кĕрлевне утмалла.

Куçарнă чух пуçа килнĕ шухăшсем пурте сăвă йĕркисене кĕрсе каясшăн, çак тăвăр пÿлĕмре тăрса юласшăн мар. Смело мы в бой пойдем За власть Советов…

Юрă сăмахĕсем Липăна вăрçă хирне ертсе кĕреççĕ. Юрпа витĕннĕ уй-хир. Кунта хальччен нимле хăрушă вăй та пулман, нумаях пулмасть хывнă мулкач йĕрĕсем кăна, катанпир çине пăнчăсем хывнă пек, курăнса, выртаççĕ, шăплăхра нимĕнрен те шикленмесĕр, пăчăрсем юр айĕнче никама курăнми çывăраççĕ. Липа вăрçă хирне кĕнекесенче вуланă пек ÿкерет, хăйĕнчен те хушать. Пирĕннисем тахçанах окопсем чавса вырăн йышăннă, вăрманта тăшман çине сиксе ÿкме хатĕрленеççĕ. Тупăсем, пирĕн енчисем те, тăшман енчисем те, сасартăк ÿхĕрме тытăнаççĕ, снарядсем хаплатса ÿкнĕ вырăнсенче унта та, кунта та юрпа тăпра юписем хăпараççĕ — çак мăкăрланса тăракан карăнтăк витĕр хĕвел çути кĕреймест. Йĕри-тавра каç киле пуçланă пек тĕксĕмленет. Урра! кăшкăрни пур окопсенче те илтĕнсе каять — пĕтĕм халăх вăрман еннелле ыткăнать, ÿксе юлакансем те пур, анчах халăх, хÿме пекçĕкленсе, шăвать те шăвать.

И как один умрем

В борьбе за это!

Вăрмана кĕрсе кайнă чухне тăшманăн утлă салтакĕсем хĕçĕсене вылятса тухаççĕ, хăйсем пĕрин хыççăн тепри ÿкеççĕ, урисем йĕнерсенчен вĕçерĕнмен пирки сĕтĕрĕнсе пыраççĕ. Липа чупса пынă чухне ун умне юланут килсе тухрĕ, хĕçĕпе сулчĕ…

«Ача-çке эпĕ, — терĕ хăй ăшĕнче Липа, — халиччен пĕрре те пăшал персе курман, вăрçа кĕрсе те кайрăм».

Вăл икĕ юррине те куçарса пĕтерсе хут çине çырчĕ, те

пĕр хут ĕнĕрлесе сăмахĕсене тĕрĕслерĕ те сехет çине пăхрĕ: шкула репетицие пухăнма тата çур сехет юлнă, унăн ашшĕ патне больницăна кĕрсе тухма ĕлкĕрмелле.

Хĕллехи сивĕ те таса сывлăшран васкаса кĕрсенех Липăна йодоформ шăрши пăвсах илчĕ. Изосим Онисимович ĕçлемелли хайĕн пĕчек пÿлĕмĕнче пĕр-пĕччен выртать, икĕ аллине пуçĕ айне хунă.

—Атте, эпĕ çула май çеç чупса кĕтĕм, — терĕ Липа. — Нимле те вăхăт тупаймастăп.

—Каятăн апла? —терĕ те ашшĕ йывăррăн сывласа илчĕ.

— Пурте каяççĕ-çке.

— Халапсинсем, хĕрĕм, нихçан та халăхран уйрăм пурăнман. Кай та киле манса ан кай…

—Сана йывăр. Тен, каймасан?.. — Липа хăйне çирĕп тытас терĕ, анчах пырĕ пăвăнса килчĕ, макăрса ячĕ.

— Кай, хĕрĕм, кай! Мирпе килни туй пек иртет, теççĕ чăвашсем. Халăхпа чухне йывăрри те çамăл пулĕ.

—Юрать, атте! — Липа куçне тутăрпа шăлса илчĕ.

— Çурăм хыçне кутамккуна çаксан, ман пата кĕме ан ман. Курса юлам сана. Тен, юлашки пулĕ, — Изосим Онисимович, макăрса янине кăтартас мар тесе, çаврăнса выртрĕ.

—Кĕретĕпех, атте! — терĕ те Липа, ĕсĕклесе йĕрсе янине ашшĕ ан куртăр тесе, чупнă пекех хăвăрт тухса кайрĕ, вара шкула каякан сукмак çииче темиçе хутчен чарăнса тăрса макăрчĕ.

Демонстрацие ятне тăвас тесе ирттермелле мар, халăх нумай пулмалла, çамрăк Совет çĕршывĕ çине хăрушлăх килсе тухнине тĕплĕн-йĕрлĕн ăнлантарса памалла. Вулăсри ĕç тăвакан комитетра кун пирки сÿтсе явнă чухне Улангин канаш пани пурне те килĕшрĕ. Чылай вăхăт калаçса ларнă хыççăн Улангин таçтан пăчкăпа сава тупса килчĕ, милици дружининчи платник ĕçне пĕлекен тусĕсемпе пĕрле хаваслăн каскаласа, кăнтăрла тĕлне хăмаран илемлĕ кăна трибуна туса лартрĕ.

—Юр çинче хăлаçланса калаçни санăн ятна ÿкерет, — терĕ вăл Изотова. — Вулăсра ĕçлекенсене таçтан курса тăччăр, кусем ĕлĕкхи Тиексем мар, епле çÿлте тесе шухăшлаччăр.

Демонстраци пухма палăртнă вăхăт çитиччен чылай малтан Улангин ял тăрăх йыхрав яма, халăха вулăс çурчĕ

умне чĕнме пилĕк милиционера кăларса ячĕ, çивĕч чĕлхеллĕ çынсен шутне Шерхулла та кĕчĕ.

—Эсир, юлташсем, хăвăра паттăр тытăр, — хытарсах каларĕ вĕсене Улангин. — Эсĕ, Шерхулла, чи малти пулатăн. Ялава хытă тыт, çил çинче вĕлкĕштер!

Чăнах та, пилĕкçĕр киллĕ пысăк ялта вулăсри ĕç тăвакан комитетăн ылтăнпа çырнă ялавĕ мĕнле илемлине, вăл рабочисемпе хресченсен влаçĕ тĕрекне пĕлтернине халиччен кăтартманччĕ-ха. Чи малта урисене кукăртса ташласа юртакан тимĕр кăвак лашапа Шерхулла пырать, ун аллинчи ялав юмахри хĕм çунатлă кайăк вĕçнĕ евĕр вĕлкĕшет. Шерхулларан тăватă-пилĕк утăм каярах тăватă юланут икшер ретĕн пыраççĕ, хĕçĕсене кăларса хулпуççи çине хунă. Ватти те, çамрăкки те, ача-пăча та урама вирхĕнсе тухать, ялалла ушкăн ут утланса ял тăрăх пынине курса тĕлĕнет. Юланутсем кашни урама пырса кĕмессерен уçă саслă çамрăк милиционер хĕçне йĕннине чикет, йĕнер пускăчĕсем çине тăрса, Улангин вĕрентнĕ пек, васкамасăр, ерипен хыпар пĕлтерет:

—Пирĕн çамрăк Совет çĕршывĕ çине нимĕçĕн мул хуçисем тапăннă. Вĕсем пире хăйсен умне черкуçлентерсе лартасшăн. Эпир хамăра намăса ямăпăр, алăри хĕрлĕ ялава ÿкермĕпĕр. Юлташсем, ватти те, çамрăкки те, вулас çурчĕ умне пухăнăр!

Ялавлă ушкăн ял тавра çаврăнса килнĕ тĕле вулăс çурчĕ умне халăх пухăнма та ĕлкĕрнĕ. Килĕсенче пĕчĕк ачасем, утайман-тарайман çынсем кăна тăрса юлнă. Таçтанах курăнса тăракан трибуна çине Изотовпа нĕрле ыттисем те тухрĕç, вĕсем хушшинче Хĕр-Ваçка та пур — вăл те пĕлсе, те пĕлмесĕрех килсе тухнă. Трибунăран инçе мар, çÿллĕ çĕрте, халăх милиционерĕсем лашисемпе икĕ рет тăраççĕ, чи малта — ула лаша утланнă Улангин.

—Халăх! —тет çĕлĕкне хывса Изотов. — Пирĕн власть тĕрекленсе пынине хамăр çĕршыври буржуйсемпе кулаксем кăна мар, пĕтĕм тĕнчери çĕлен-калтасем те кураймаççĕ, пире çĕр çинчен шăлса пăрахма асав шăлĕсене хăйраççĕ. Анчах тĕрĕслĕхе никам та тытса чараймĕ. Хăмла шыва путмасть, чул шыв тĕпĕнчен ярăнса тухмасть. Нимĕç капиталĕ пире хирĕç вăрçă пуçласа янă. Эпир кунта тăнă чух пирĕн чи таса чĕреллĕ паттăр юлташсем тăшмана хирĕç çапăçаççĕ. Эпир вĕсен хăюлăхĕ умĕнче пуç таятпăр.

Изотов пуç тайнă чухне халăх пуç тайса илет, ватăраххисем нумайччен çĕлĕкĕсене хывса тăраççĕ. Ирккапа Маня, çынсен хулĕсем айĕнчен туха-туха, трибуна умнех пырса тăнă. Изотов çапăçу пирки каласанах, Иркка Лисук хăйсем кĕрешĕве кайма хатĕрленни çинчен çырнине аса илчĕ, вара пĕтĕмпех унăн шухăшĕ аппăшĕ çине куçса кайрĕ.

—Эх, аппа, аппам! —терĕ вал ăшĕнче, — эпĕ çакăнта тăнă чухне, сивĕ кун, çапăçма тухса кайрăн ĕнтĕ. Унпа çил те вĕрет, юр та тарăн. Мĕнле çÿретĕн-ши ĕнтĕ, аппам?

Изотов хытăран хытă калама тытăнчĕ, унăн сасси хăлха патĕнчех янăраса тăчĕ, Ирккана Лисук çинчен шухăшлама памарĕ, ялти пуянсем çинчен каланă сăмахсем чĕрине пырса тиерĕç.

—Кулаксем халĕ ĕнте савăнса ÿкрĕç, — Изотов икĕ аллине те чамăртаса çÿлелле çĕклерĕ. — Иртерех авăтаççĕ вĕсен автанĕсем. Эпир капиталпа çапăçса халтан каясса кĕтсе ан тăччăр, пирĕн вĕсене хĕстерсе пыма вăй çитĕ. Кулак таврашĕ пуçне ытла çĕклес пулсан, вĕлерÿпе хăратма хăтлансан, касма хĕç, пеме пăшал та тупăнĕ пирĕн. Çапла-и, халăх?

—Çапла! —тесе каларĕ те Улангин, хĕçне кăларса çĕклерĕ.

Унпа пĕрлех лашаллă тусĕсем пурте пĕр харăс хĕçĕсене пуçĕсем çинче вылятса илчĕç те пĕр харăс йĕннисене чикрĕç.

Изотов каласа пĕтернĕ-пĕтерменех халак çуртĕнчен вышеначальнăй училищĕре вĕренекенсен колонни утса тухрĕ, вĕсен умĕнче сарлака ялав, çÿлелле хăпарса каяс пек туртăнса, çил çинчи вучах пек ялкăшса вĕлкĕшрĕ. Акă çамрăксем, урисене салтакла пĕр харăс пусса, аллисене çирĕп сулса, «Смело, товарищи, в ногу» юрра юрласа килеççĕ. Трибуна çине пăхса тăракан халăх çамрăксен еннелле çаврăнчĕ.

—Лайăх пăхса юлăр, юлташсем, çамрăксем çине! — терĕ трибуна çинчен Хĕр-Ваçка. — Пирĕн пĕтĕм вулăс илемне кĕртсе тăракан шанчăклă каччăсемпе хĕрсем фронта тухса каяççĕ. Пирĕн влаçа начар теме хăтланакан суя çăварлă çынсем пур. Вĕсем халĕ çак çамрăк халăх çине пăхса тăма та хăраççĕ, хапха шăтăкĕнчен кăна асăрхаççĕ. Пирĕн влаçшăн уçакан пек маттур каччăсемпе хĕрсем çапăçма та, кирлĕ чухне вилме те кайнă чухне кам пире хурлама пултарать? Фронта каякан шăллăмсем, йăмăкăмсем, кăна эпĕ, салтакра пулса курнă çын, калатăп сире. Эпир салтака кайнă чухне «çăлтăр витĕр çул курăнать» тесе юрлаттăмăр. Сирĕн çула ра хĕрлĕ ялав çутатса пытăр, çĕнтерÿ патне илсе

çитертĕр. Паттăр çул сире, шăллăмсемпе йăмăксем! Эпĕ калани халăх калани пултăр!

Хĕр-Ваçка, трибуна умĕнчен иртекен çамрăксем енне пуç тайса, çĕлĕкне сулса илчĕ. Вăл тытăнкаллăрах калаçрĕ, анчах чĕререн тухакан сăмахсем чылай çын куçне шывлантарчĕç. Хĕр-Ваçка пысăк ăсату сăмахне чунтан-вартан туйса каларĕ, пĕр вăхат халтан кайнипе йывăç ури çинче тайкаланса илчĕ. Иркка Хĕр-Ваçка çине тĕмсĕлсех пăхса тăчĕ. Хĕр-Ваçкан сăнĕ пĕр хаярланса, пĕр савăнса, пĕр тĕксĕмленсе, пĕр шуралса илнине асăрхарĕ, хăйсен ял çыннипе вăл мухтанчĕ. Мĕнлерех хĕрÿллĕ сăмах калама пĕлет-мĕн Ваçка пиччĕшĕ! Тепĕр енчен, Ирккан Ваçка пиччĕшне хĕрхенес те килчĕ, мĕншĕн тесен вăл вăрçăра çÿресе аманнă. Килне çитсе ÿксен те ăна, паттăр çынна, Варлам таврашĕсем пурнăç памарĕç, арăмне çĕçĕпе чиксе вĕлерчĕç, ачи-пăчине тăлăха хăварчĕç. Иркка малалла тинкерчĕ. Колонна пуçĕнче пĕр арçын ачапа юнашар Липа Халапсина аллине сулса юрласа пынине курчĕ. Вĕренекенсем хыççан пĕтĕм халăх шума тытăнчĕ, шавлакан, кăшкăрашакан пулмарĕ, çавăнпа та каçалана сулăннă кунăн сивĕ сьгвлăшĕнче вăрçă юрри тап-таса илтĕнсе тăчĕ.

Виçĕ çамрăк сасă сивĕ сывлăшра йĕс шăнкăрав пек янăраса кайрĕ. Вĕсем пĕтернĕ-пĕтермен колоннăра пыракансем пурте пĕр харăс юрласа ячĕç:

Пурте, пĕр кар тăрса,

Вăрçа каятпăр…

Тепĕр кун вышеначальнăй училище класĕнче пĕр çын та курăнмарĕ, шав та илтĕнмерĕ. Алăкĕ çине кăранташпа кĕскен кăна çапла çырса хунă: «Все ушли на фронт».

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

15

Вулăсра шавлă демонстраци пулса иртнĕ хыççăн тепĕр икĕ кунтан Станук Макçи Хамите кÿлчĕ те ирхине ирех хăйсен ялне тухса кайрĕ. Килне тунсăхласа çитнĕ Иркка ларса пычĕ. Хĕр-Ваçка Макçипе Шерхуллана Йĕлмекассине пыма каласа хăварнăччĕ. Макçи ялĕнче те, килĕнче те ним улшăну та асăрхамарĕ, лашине тăварчĕ, çуна çине хурса килнĕ сĕлĕ улăмне аслăк айне пăрахрĕ. Хамшăн хăлхи хыçне хыçса таракан Иркка унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ те:

— Атте! Э, атте!— терĕ.

— Мĕнле чĕлхе вăл сан? Кĕçĕтсех тăрать-им? —тарăхса илчĕ ашшĕ.

Иркка, чăнах та, вулăсра пĕрле пурăнма тытăннăранпа, кунĕн-çĕрĕн калаçса, яланах мĕн те пулин тĕпчесе, ашшĕн тинкине кăларнă.

— Мĕн вара, хĕрĕм? —Макçи Иркка пуçне пăрса тепĕр еннелле пăхнине курчĕ те пурне те пĕлме тăрăшакан ачан кăмăлне хуçас темерĕ.

— Пирĕн ялта чакак нумайланса кайнă, атте, — Иркка аллине сулкаласа илчĕ. — Лере те мăкăртатаççĕ, кунта та.

— Кам та пулин выльăх пуснă пулĕ. —Ашшĕ пурте кĕрсе кайрĕ.

Чакак хыпарĕ Ирккана канăç памарĕ. Вăл урама тухрĕ, пăхса тăчĕ-тăчĕ те чакаксем кĕске хÿрисене пĕлтĕртеттерсе, ула кураксем лапăсти çуначĕсене сулкаласа çырманалла вĕçнине асăрхарĕ. Нумайранпа юр çуман пирки хытса кайнă, хăшпĕр çĕрте шыв тăкăннипе пăрланнă çулпа Иркка валак патне анса кайрĕ. Çырма тĕпĕнчи шывăн пăрĕ кăвакарса кайнă — ун тăрăх çăпатана йăр-яр шуса пыма питĕ аван, ура тĕлне кăмăллăн кăтăклать. «Кам та пулин выльăх пуснă пулĕ», — терĕ ашшĕ. Кам та пулин кăна мар иккен. Хĕрарăмсем çăл таврашĕнче те, ваксен умĕнче те нумай, кĕпе киллисене, такамсене ярса, пыршă çăваççĕ, ваксенче чÿхеççĕ.

— Ха, Иркка стутенсă килнĕ! —терĕ, ахăлтатса кулса, усламçă Антун арăмĕ.

— Килтĕм çав, — терĕ Иркка, килĕре ярăнакан пыршăсем çине пăхса илчĕ: пыршăсем вăрăм, айккинчи çу карăнтăкĕсем аялалла усăнса тараççĕ.

— Мĕн пырши ку, инке?

— Хураман.

— Хурамана пусмаççĕ.

— Пирĕн пек чухăнсем пусаççĕ.

— Эсир чухăн-им? —терĕ Иркка. — Антун пиччен хутаç тулли укçа чăштăр-чăштăр тăвать.

— Мĕн вăл чăштăр-чăштăр туни, ачам, — Антун арăмĕ çивĕч чĕлхеллĕ ачана йăпатанçи пулчĕ. — Сирĕн аçăр ĕнтĕ пуйса кайрĕ, çăпата шаккаса ларнă çĕртенех савит тиекĕ пулса тăчĕ.

— Кил-ха кунта, Иркка! —илтĕнсе кайрĕ пĕр палланă сасă.

Инçех те мар вак умĕнче Вилюк амăшĕ тăра парать, аллине вараланчăк вăрăм пыршă тытнă.

— Эсĕ унта, ĕçчен чунăм, пысăк çынсемпе чĕрре кĕрсе çÿриччен, — терĕ вăл, — акă çак пырша тыт та ав лере кай, юр çинче Вилюкпа пĕрле тапта!

Иркка юр çииче сиккелеме хавасах пулчĕ, алсишĕсене хывса кĕсйине чикрĕ, пыршăна вĕçĕнчен тытрĕ те сĕтĕрсе чупсах кайрĕ.

— Асту, Иркка, татса ан хăвар! —илтĕнчĕ Вилюк амăшĕн сасси.

Вилюк тахçанах килнĕ пулмалла, хăй тавра темиçе çĕрте те юра çаврашка-çаврашка хуратма ĕлкĕрнĕ, халĕ ниçталла та пăхмасăр кĕнекине тулалла тавăрса хунă хырăмлăх çинче сиккелет.

— Вилюк, мĕн пуснă эсир? —терĕ Иркка, кĕтÿçĕ чăпăркки пек тăсăлса килекен пыршăна пăрахса.

— Сурăх.

— Чирлерĕ-и?

— Çук.

— Мĕншĕн апла пуснă?

— Пурте пусаççĕ, — хăй ытла нумай пĕлнĕ пек куç айĕн пăхса илчĕ Вилюк. — Вăрçă пуçланса кайнă, тет, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе ялсенчен илсе тухса каймалла, тет. Сурăх çеç пуснă, Антун арăмĕ вара икĕ ĕнине те, сурăхĕсене те йăлт пуснă. Куртăн-и, вăл валак патĕнче пĕрене пек хулăн пыр- шăсем çăвать.

Иркка пыршă çинче, Вилюк хырăм çинче сиккелесе нумайччен калаçрĕç, Ирккан хыпар хутаçĕ часах чăп-тулли пулса çитрĕ. Хĕрарăмсем пĕр-пĕринпе калаçса пыршă çăваççĕ. Чакаксем, улакураксем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ, йăпăлтатаççĕ, кăранклатаççĕ, çынсем хушшине кĕрсе кайма хăрамаççĕ, ватă йăмрасем çине ларса туратсене çиллентереççĕ, çынсем çине пас тăкаççĕ.

Кĕтмен çĕртен юланут килсе тухрĕ, пăшалĕ те пур, хĕçĕ те пур, лаши те чаплă. Хĕрарăмсем, хăйсен умне антихрист тухнă пек, хăраса ÿкрĕç, шухăшлама та пăрахрĕç, хăшĕ аллине пыршă тытнă, хăшĕ вак умне пĕшкĕннĕ, тепри шăнса хур ури пек хĕрелсе кайнă аллине вĕрме тытăннă—çаплипех хытса тăчĕç.

— Мĕн тăватăр кунта, пикесем? — терĕ те Шерхулла лашине палăк умне чарчĕ, лаши туртăнса шыв кункри патне пычĕ, шăршларĕ те ĕçмерĕ.

— Шерхулла-çке! —терĕ шурăхса кайнă Антун арăмĕ. — Калама та намăс, Шерхулла, сехре хăпса тухрĕ, йăванса каяс çĕртен çак кункăраран аран тытса юлтăм.

— Сире çапла кирлĕ, инке.

— Эсĕ, Шерхулла, хĕрарăм старости пулса кайрăн- им? — терĕ хăватланма ĕлкĕрнĕ пĕр хĕрарăм.

— Манăн халĕ хĕрарăм старости пулмалла.

— Меншĕн, ара?

— Мĕнпур хĕрарăм упăшки пуласшăн-и?

— Пире пурне те пĕр çурта пухас теместĕн-и?

Хĕрарăмсем пурте пĕр харăс калаçса, ахăлтатса илчĕç.

— Выльăх старости пулма нимле май та юлмарĕ, — тарăхса та кулнă пек пулса каларĕ Шерхулла. — Выльăхсене кăх-кăх пусса пĕтеретĕр-çке. Пăхăр ĕнтĕ Антун арăмне, чип- чипер инкене… Пыршине пăхсах пĕлтĕм: пăлан пек ĕнине пуснă. Халĕ ĕнтĕ шăрттан тăвать, ман пек шакла пуç тутара шăммине те памасть.

— Пыр, ара, Шерхулла, пыр! Пуçне те ĕнтмен-ха. — Антун арăмĕ ахăлтатса каларĕ, анчах ун сасси кулакан хĕрарăмсен кĕрлевĕнче илтĕнсех каймарĕ.

— Кунта мĕн туса çÿретĕн эсĕ? —куларах каларĕ Шерхулла, хĕрарăмсем хушшинче тăракан Ирккана курса.

— Пыршă таптатăп.

— Мĕн пуснă вара Макçи пичче? — Шерхулла çиллине кăтартас пек каламарĕ, анчах çилли куçĕнче те курăнчĕ, сассинче те сисĕнчĕ.

— Хапха юпине пусрăмăр, Шерхулла пичче, — Иркка кулса тутисене сарса ячĕ, шурă шăлĕсене кăтартрĕ.

Шерхулла Макçи тем пуснă пек ăнланчĕ, çынсем çине пăхма пăрахрĕ.

— Халăх çине хĕрарăмсен те пымалла. Питĕ пымалла! — тесе хаяррăн каларĕ, лашине хысаниюнĕн чĕлпĕр вĕçĕпе çапрĕ те шак сиккипе чуптарчĕ, йăмралăх хыçĕнчи тăкăрлăкра çухалчĕ.

Яланах хаваслă та юптарса калаçакан кĕтÿçĕ тутар пĕкĕ пек авăнчăк мăйлă хитре лашапа сасартăк килсе тухни пурне те тĕркĕш шухăша ячĕ, пĕрне те савăнтармарĕ. Çуни çуса ĕлкĕрнĕ, çуманни çуман — пыршăсене витрисене тултарчĕç те килсерен саланчĕç. Нумайранпа апат кĕтсе явăнса вĕçсе çÿрекен чакаксемпе ула кураксем çăл таврашне ушкăнĕ-ушкăнĕпе пырса ларчĕç — вĕсем чакăртатни те, кăранклатни те урăх илтĕнмерĕ.

Мĕн ĕлĕкренпех пуху хурал пÿртĕнче пулса пынă — чи шăллисем пуçтарăнса ларнă та хăйсене кирлĕ май халăх ĕçне татса панă, чике тăршшĕ лартнă, кам та пулсан хирĕçме татсан, ăна эрех парса ÿсĕртнĕ е ахалех çапнă та чикелентернĕ Паян кунта ялĕпех — çамрăкки те, ватти те — хăпса килнĕ, хурал пÿртне йĕри-тавра хупăрласа илнĕ, аякран пăхсан, пÿрчĕ тунката пек кăна курăнса ларать. Елĕк хурал пÿртĕнче саккун кăларса ларнă пуян куштанĕсене халăх капла пуçтарăнни пĕрре те килĕшме пултараймасть. Чиркÿ старости Муçук, хăлхине хăнкăла кĕнĕ пек, халăх хушшинче тарăхса çÿрет, хĕрарăмсем умне пырса тăрать, çиллине шăнарайман енне кăçатă пуçне туйипе шаккаса илет:

— Мĕскерле шуйттан хăваласа килчĕ сире? —тет.

— Чĕнтерчĕç-çке, — теççĕ лешсем.

— Самана пăтранса кайрĕ, — тет Муçук, татах утать, каллĕ-маллĕ пăхкалать.

— Эсир тата мĕн шăршласа çÿретĕр кунта? — тет вăл, чупкаласа çÿрекен ачасене хăтăрса.

Урамра халăх йышлансах пырать.

Пĕтĕм халăх куртăр, пурте мĕн каланине илтчĕр тесе, хурал пÿртĕнчи сĕтеле урам варрине илсе тухса лартрĕç. Хĕр-Ваçка сĕтел çине хăпарса тăчĕ, халăх хушшинче тăнкăлтăк сиксе çÿресе чылаях тарланă хыççăн халĕ çанталăк чылаях сивĕ иккенне, çил хăлхана та чĕпĕтсе вĕрнине сиссе илчĕ.

— Вăрçă хыпарĕ пирĕн яла килсе кĕчĕ, —терĕ вăл. —Нимĕç мул хуçисем пирĕн халăха хирĕç вăрçă пуçласа янă, Пирĕн юлташсем чунне те, пурнăçне те хĕрхенмесĕр кĕрешеççĕ. Паллах ĕнтĕ, вĕсене тырă та, какай та кирлĕ. Эсир кунта мĕн хăтланма тытăннă? Чухăнсем юлашки ĕнине, ĕне çуккисем кăмакине йăкăлт йăвантараççĕ те пусаççĕ, хăйсене те, ачи-пăчисене те юр-варсăр тăратса хăвараççĕ. Ыранах çеççĕрсене пăрахăр, ача-пăчасене сĕтсĕр ан хăварăр. Халĕ пирĕн ял çĕршыва пин çурă пăт тырă памалла, какай парăмĕ те пур… Сире, тăвансем, Хĕр-Ваçка коммунист тесе хăратаççĕ. Эпĕ сирĕн пек çынах, сывлăх енчен сиртен нумайăшĕнчен катăк, ытти енчен те эсир мана пĕлетĕр. Эпĕ коммунист, тăвансем, анчах эпĕ унта сире çаратма мар, пулăшма кĕтĕм. Эпир патшалăха тырă пама пултаратпăр-и? Калăр-ха, тăвансем? Эсир пурне те пĕлсе тăратар, пĕлмĕше перетĕр, ĕмĕртенпех кулаксенчен хăраса пурăнма вĕреннĕ, коммунистăн хăрама юрамасть, çавăнпа эпĕ тĕрĕссине калама тивĕçлĕ. Пирĕн ялта тырă нумай, анчах вăл чухăнсен аллинче мар. Кам-кам аллинче? —Ваçка халăх çине пăхса тăчĕ, хăй хĕрсе çитнине, сивве туйманнине сисрĕ. — Каллех пĕри те чĕнместĕр. Эппин, нумай вăйлатса тăрас мар, пин

те пилĕкçĕр пăт тырра ятран валеçсе тухар та тÿлĕр. Юрать-и апла, тăвансем?

Халăх кĕр-кĕр шавласа илчĕ, унтан та кунтан çилĕллĕ сасăсем хăпса тухрĕç.

— Юрамасть!

— Пуянсем тÿлеччĕр!

— Самăрăлса кайрĕç.

— Чăн сăмахăн суйи çук, — терĕ Ваçка, — пуянсен тÿлемелле, вĕсен хутаçĕсене силлеме вăхăт çитрĕ. Камсен тÿлемелле? Камăн халĕ тырă йăтăнса выртать?

— Варламăн! —терĕç темиçе сасă пĕр харăс.

— Миçе пăт хурар Варлам çине? — ыйтрĕ Ваçка.

— Пинтен кая мар! —терĕ пĕри.

Сăвай çапнă чухне малтанхи сасса ыттисем те ярса илнĕ пек, халăх пĕр кĕске сăмаха тытрĕ те кĕрлерĕ, çак сăмах, акăш-макăш тавран тухса, никам çапса антарас çук кайăк пек, пĕтĕм ял çинче тăчĕ.

— Пин!

— Пин!

— Пин!

— Пин тесе эпĕ мар, тăвансем, халăх калать. — Ваçка, халăха лăпланма ыйтса, мулкач çĕлĕкне сулласа илчĕ. — Хирĕç калакан пур-и?

— Парăр-ха мана сăмах! — туйине çĕклесе, халăх хушшинчен Муçук кăшкăрчĕ.

— Кала! —терĕ Ваçка.

— Сирĕн шухăшласа пăхасчĕ, хура халăх, — терĕ Муçук, пыр тĕпĕпе çухăрса, çĕкленсе кайнă шава хупласшăн пулчĕ, анчах пĕрин хыççан тепри кăшкăрашма тытăнчĕç:

— Халăх умне тух.

— Сĕтел çине!

— Кĕççе питне кăтарт!

Ĕлĕкхи мăнкăмăллăхне çухатман Муçук тĕкме пек тăракан çынсем хушшинчен ерипен утса тухрĕ, ăна Шерхуллапа Станук Макçи сĕтел çине хăпарса кайма пулăшрĕç, хыçалтан тĕрткелесе илчĕç.

— Мĕншĕн-ха пирĕн чăваш чăваша çимелле? – терĕ йăваш сасăпа Муçук. — Хамăр пекех чăваша, Варлам Ва- сильча, пĕтерсе лартнипе эпир хамăр çылăхсене каçарăпăр- ши? Çук, пурте эпир пысăк çылăхлă. Чăваш чăваша хĕрхенес тулать.

— Миçе пăт хурасшăн эсĕ Варлам çине? —терĕ пĕр хĕрарăм сасси.

— Çĕр пăт, — терĕ Муçук.

Ваçка çĕлĕкне тем пек çавăрсан та, çил-тăвăл килсе çапнă пек, халăх кĕрлесе кайрĕ, чи çивĕч сасăсем кăна çак шăвăн тарăн авăрĕнчен сике-сике тухаççĕ:

— Чиркÿ çĕрне кам туртса илчĕ?

— Чиркÿ çĕрне!

— Чарăнăр-ха, чăвашсем!—тесе Муçук темиçе хутчен те кăшкăрса пăхрĕ, анчах халăх ăна хăй хушшине туртса илсе çăтса ярас пекех çиллес ÿхĕрчĕ:

— Карма çăвар!

— Сĕтĕрсе антарас!

— Ишмек тăвас!

— Тÿнккес!

— Тăвансем!—Ваçка салтакла хытă каласа хучĕ те, халах сасартăках лăпланчĕ.— Эсир ишмек пирки ан калаçăр. Муçука тытса хĕнени ан пултăр, саккуна пăхăнса канашлар. Тата каламалли пур-и сан, Муçук пичче?

— Эсир мана ытла çилленсе ан кайăр,— терĕ Муçук ишмек тăвасран хăраса ÿкнипе тытăнкă ернĕ сассипе.— Варлам, чăнах та, чиркÿ çĕрне тытса илчĕ. Ăна турă курĕ, хăйне кирлĕ пек айăплĕ. Чăвашсем, çапах ытла усалланас мар.

— Мĕншĕн Варлам чăваш пулсан та усал?—терĕ пĕр хĕрарăм сасси.

— Эпир йăваш, эсир усал пулмалла-и? — терĕ арçын сасси.

Халĕ ĕнтĕ Ваçка халăха нимĕнле те чараймарĕ, Муçука намăс сăмахсем каласа хăртни те, ишмек тума юнани те илтĕнчĕ. Сĕтел патĕнче хĕçпе те пăшалпа тăракан Шерхулла çилленсе çитнипе вăхăтлăха чăвашла манса кайре, тутарла вăрçса тăчĕ:

— Авăзнă!—тесе кăшкăрчĕ те Муçука икĕ аллипе кĕрĕк аркинчен карт туртрĕ, лешĕ Ваçкана хулĕнчен ярса тытрĕ, хăйпе пĕрле сĕтел çинчен ăна та сирпĕнтерсе антарчĕ.

— Иптешсем!— терĕ, сĕтел çине сиксе тăрса, Шерхулла, халăх шăпах, пулчĕ.— Ай-ай, çиле капланса килчĕ те чăвашла та манса кайрăм. Эпĕ халиччен халăх çине тухса курманччĕ. Мăнтарăн кĕтÿçĕ тутара кам итлетĕр? Итлеме килĕшетĕр-и, тăвансем?

— Кала, Шерхулла!— терĕç темиçе хаваслă сасă, халăх хушшине савăнăç килсе кĕни сисĕнчĕ.

— Кунта пакăлти Муçук чăваша чăваш тивмелле мар

терĕ, Варлам пуяна минтер çине лартса ачашласшăн пулчĕ. Муçук, чăваш тилли, питĕ чее сукмак хывать, халăха çав сукмакпа чăваш кашкăрĕ Варлам патне ертсе пырасшăн та капкăна леçтересшĕн, Чухăн чăваш пуян чăваша хĕрхенмелле, анчах тыррине кам тÿлемелле-ши? Тутар-и? Манăн, кĕтÿçĕ тутарăн, хама çиме те çук. Манăн арăм, тутар майри, Варлам чăваш патĕнче ĕçлесе çур ĕмĕрне ирттерчĕ, хăрах куçлă пулса юлчĕ. Чăваш Варлам чăвашсене хĕрхенет-и? Халăх темиçе çул хушши вăрçăра тарăхать, выçă ларать. Лере, куратăр-и, Варлам капанĕсем епле каçăрăлса лараççĕ. Вăл миçе çĕр пăт пытарчĕ тата? Варлама тытса силлемелле. Тÿлетĕр шайттан илесшĕ! —терĕ те Шерхулла сĕтел çинчен сиксе анчĕ, Ваçкана сĕтел çине хăпарса тăма пулăшрĕ.

— Варламран пин! Килĕшетĕр-и? —терĕ Ваçка.

— Килĕшес! — тесе шавларĕ халăх.

— Варламсăр пуçне пирĕн пĕчĕкрех пуянсем — киввисем те, çĕннисем те пур. — Ваçка халăх çине пăхса илчĕ, пуянсен ячĕсене каласса чылай кĕтсе тăчĕ.

Çăвар уçма хăякан пĕр çын та тупăнмарĕ, шурă пăс айĕнче халăх шиклĕх кĕрĕкне пĕркеннĕ пек тăчĕ. Çынсене мĕнле те пулсан хускатса ярас пулать, вара пуянсен ячĕсене калакансем тупанаççех, тесе шухăшларĕ Ваçка.

— Именсе им пыл хыпса тăратăр пулсан, кайран йÿççине хамăрах сыпăпăр, — терĕ вăл, — тата çур пинне ятран валеçĕпĕр те тÿлĕпĕр эппин.

— Çĕнĕ тырăпа-и? —ыйтрĕ пĕри.

— Çак эрнере парса татмалла! —терĕ Ваçка.

— Ваçка, ху та пĕлетĕн-çке, салма тума та çăнăх çук, — терĕ малта тăракан Наçтук.

— Пĕлетĕп, Наçтук аппа.

— Пĕлсен, мĕншĕн вара ятран валеçесшĕн?

— Эпĕ хам валеçесшĕн мар. Халăх мĕн шутлать-ши? Ятран тÿлетпĕр-и, халах? Шăнса çитрĕмĕр, саланас пулать.

— Салансан вара? — ыйтрĕ пĕр сасă.

— Тÿлес пулать, — татăклăн каласа хучĕ Ваçка.

— Мĕнле? —терĕ çав сассах.

— Халăхран ыйтатăп.

Пурин ури çине те ĕне пусса тухнă пек, çынсем сиккелеме, аллисене суллама тытăнчĕç, малтан шăппăнрах калаçни ÿссех пычĕ, çуркунне пăр чăшăлтатнă пек туйăнчĕ, пĕр арçын сасси пур шава та хупласа илтĕнсе кайрĕ:

— Çĕнĕ пуянсене силлес!

— Ячĕсене калăр! —терĕ Ваçка.

— Çеркки!

— Антун!

Вăрçă вăхăтĕнче пуйса кайнă çынсен ячĕсене темиçе хут та калани илтĕнчĕ. Çеркки çынсене тĕрткелесе малалла тухни, çĕлĕкне çĕклени курăнса кайрĕ.

— Çеркки пичче, калас килет-и сан? —кăшкăрчĕ Ваçка.

— Калас килет.

— Кала эппин.

— Эсир, тăванăмсем, ман çине ахалех ан тăрăнăр, — терĕ вăл, сĕтел умне пырса тăрса. — Мĕн пуянлăхĕ ман? Халăха пулăшас тесе кăна шăрпăкпа краççын суткалатăп. Ачасем иккĕш те салтакра. — Вăл малалла ним те калаймарĕ. Çеркки хăйне мĕскĕн пек кăтартма тăчĕ. Халăхран сасăсем пĕрхĕнсе тухрĕç:

— Пулăшать иккен, хыткукар!

— Тире сĕвет!

Наçтук, тăлт-талт вирхĕнсе пырса, хăех сĕтел çине хăпарса тăчĕ, икĕ аллине чăмăртарĕ те никам çине те пăхмарĕ, васкаса калама тытăнчĕ:

— Ăçтан чĕлхи çаврăнагь-ши çак Çерккин? Халăхăн çунма чунĕ пур, хуйхине каласа пама чĕлхи пур. Ăна, çĕр çăтман, суйса пурăнма шуйттан чĕлхи панă. Вăрçă вăхăтĕнче халăха çаратса туйрĕ. Арăмĕ хăй пуянĕпе мухтанса çÿрет, кирек кама та çара пакарта тесе хăртать. Антун та пушкăрт лашине хăвалать, куллен хăй шăтăкне арлан пек пурлăх пухать. Çерккипе Антун халăх пĕтĕмпех выççа юласса кĕтеççĕ.

— Хăрт вĕсене, Наçтук! —тесе кăшкăрчĕ пĕр арçын.

— Пĕтĕм халăхпа хăртăпăр, — терĕ хытă сасăпа Наçтук, — вĕсем пирĕн ĕнсе çинче пыйтă пек пурăнаççĕ. Çĕр аллăшар пăт иккĕшне те!

— Тÿлеттерес! —тесе шавларĕ халăх.

— Çĕр аллăшар апла! Хирĕç калакан çук-и? — терĕ Наçтук, хăй сĕтел çинче ытла хуçа пулса кайнине сисрĕ те Ваçка çине пăхса илчĕ.

— Калаç, Наçтук инке! —терĕ Ваçка.

— Мана сăмах! —терĕ сĕтел умĕнчех тăракан Çеркки.

— Кала, — терĕ Наçтук.

— Ун чухлĕ хал çук, — терĕ те Çеркки, кĕрлесе тăракан халăх сассине çĕнтерес çуккине сисрĕ.

— Тÿлемесен, асту, Çеркки, тĕпсакайĕ-мĕнĕпех ÿхтарăпăр, шăршласа тупăпăр.

Наçтук аллине чăмăртаса çапла калани Çерккие тăнлавĕнчен тараса пуканĕпе çапнă пекех пулчĕ, халтан ячĕ, тара ÿкерчĕ, тĕпсакайĕнче пурăнакан таркăн ывăлĕ куçĕ умне тухса тăчĕ. Çеркки пуçне лашт чикрĕ те халăх хушшине кĕрсе çухалчĕ. Наçтук малалла мĕн калани те хăлхине пырса кĕмерĕ.

— Кунта Ваçка какай парăмĕ çинчен те каланăччĕ, — терĕ Наçтук. —Ку сăмаха пирĕн аркă айне хăварас марччĕ. Какай парăмне килсерен валеçни те тĕрĕсех пулмĕ. Эпир хамăр та парăпăр, анчах, Ваçка шăллăм, пуянсен витисенче те самăр выльăхсем пур. Çĕнĕ пуяна тухса кайнă Антун ĕнер пĕр ĕне, паян тепĕр ĕне пусрĕ те, пушкăрт лашипе лĕпсĕртеттерсе, какай сутма çармăс еннелле тухса кайрĕ. Калассине каларăм ĕнтĕ. Çитет! —терĕ те Наçтук сĕтел çинчен сиксе анчĕ.

— Пар-ха сăмах! —терĕ те Шерхулла сĕтел çине хăпарса тăчĕ.

— Ялта выльăх мĕн чухлĕ пуç иккенне çырса пынă-и, пыман-и, — терĕ те кулса илчĕ. — Ăна эпĕ пĕлместĕп. Эпĕ ачаранах Йĕлмекассинче выльăх старости пулса пурăнатăп, камăн миçе пуç пур, пурне те туя çине картласа хунă. Камран пытарсан та, манран пытарма çук. Хамăн картлă туяна халах умне килсе парăп, какай парăмĕ валеçнĕ чухне питĕ кирлĕ пулĕ. Эсир, халăх, мана, кĕтÿ патшине, итлĕр, ĕнесемпе качакасене пусса, чипер ачасене сĕтсĕр ан хăварăр, ан макăртăр. Сире кунта Ваçка питĕ ăслă каларĕ, çĕççĕрсене выльăх пусма ан хăйрăр, çăлкуçĕ патĕнче пыршă çуса курак-чакак ан пухăр. Ваçка каланине хăлхана чикесчĕ сирĕн, мĕншĕн тесен Ваçка сăмахĕ —саккун сăмахĕ.

Халăх ерипен саланчĕ. Халиччен кăпăш юр айĕнче выртнă урам йĕтем пекех такăрлатса юлчĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

16

Натюк нумай шухăшланă хыççăн хăй пурнăçпа вилĕм хушшине пырса кĕнине пĕтĕмпех туйса илчĕ, çутă тĕнчерен уйрăлса каясси ăна питĕ хăратрĕ, урисене халех такăнса ÿкес пек çемçетсе ячĕ. Тÿпере пĕлĕтсем пулса çитнĕ тулă анисем пекех сарăлса выртаççĕ, вĕсене вырма çĕнĕ уйăх тухнă.

«Вилĕп-ши? »—тесе шухăша кайрĕ Натюк, урампа иртсе пынă çĕртен чарăнса тăчĕ, пÿртсенче хайчиккисем сÿрĕк çуннине пăхса илчĕ, Варлам çурчĕн пысăк чÿречесенчен

кĕлтен-кĕлтен ÿкекен çутă вут тулнă чухнехи пек ялкăшса курăнчĕ. Çакă çутă çурт таврашĕнче Натюкăн нÿрлĕ хура çĕре туртакан инкекĕ пуçланса кайрĕ. Люшша кайри пÿртре пусмăрланă хыççăн ăна пĕтĕмпех хăйĕн аллине лекнĕ япала вырăнне хурса тыткаларĕ, çитсă та, калуш та парса илĕртрĕ, каçсерен хăйсен анкартинчи улăм çине çÿретрĕ.

— Пĕрле пурăнса ирттерĕпĕр ĕнтĕ. Мана, сăмсасăр юлнă каччăна, чипер хĕрсем пăхас çук, — тесе йăпатам пек турĕ.

Люшша сăмахĕсене ĕненсех каймарĕ Натюк, анчах пĕрре намăса килсе лекнĕ хĕр ĕмĕрĕ хуçăлнипе сиссе илчĕ, сыпăнасса ташларĕ, çапла вара пуян каччăн йăпанчăкĕ пулса тăчĕ. Кăмăл апата тиркеме тытăнсан, Натюк ниçта пуçне чикейми хуйхăрнă, шыв авăрне персе ÿкнĕ турпас пек çаврăнчĕ, пĕр шухăш та тупаймарĕ. Люшша ăна пĕр сăмах та чĕнмерĕ, куçа-куçăн килсе тухнă вăхăтра унтан тарчĕ.

Атте-анне килĕнче

Хăрхăм пулса ÿсиччен

Аçа кикен пулас-мĕн,

Вăшăл-вăшăл çавапа

Кĕрхи кунта касăлас,

Çÿллĕ арман пĕвине

Юхса пырса пĕвĕнес.

Çак сăмахсене каласа, хĕрсем пĕркенчĕк айĕнче йĕнине темиçе хут та илтнĕ Натюк, анчах хăйĕн малалли пурăнăçĕ ытла та йÿçĕ пуласса, асап ĕни ури çине пырса пусасса ĕненмен. Варлам пуян патĕнче ĕçлесе, вăйăсенче юрласа, улахсенче ташласа пур инкекне те вăхăтлăха пулин те сире-сире пычĕ. Варĕнче ÿтленсе пыракан пĕчĕк чун ÿсме тытăнсан кăна вăл туйри хĕр йĕрри сăмахĕсене ăнланса илчĕ, çакăнса вилме те, çавапа касăлма та шутларĕ, анчах тертленсе вилесрен хăрарĕ.

Халĕ вăл пĕр тăрăх пир тата икĕ кĕрепенкке çăнăх тутăрпа çыхса хул хушшине хĕстернĕ те урампа утать,

Ялăн тепĕр вĕçĕнче, çырма хĕрринче, юр айне пулса юлнă пÿртĕн мăрйи пĕччен кашкăр пек курăнса ларать. Хутса янă кăмакаран тĕтĕмпе пĕрле тухакан хĕлхемсем асамлăн курăнса каяççĕ. Кунта Сăрнай Тимкки арăмĕ пурăнать. Тимкки хăй йывăр ĕçре шăмшакне ватакан çын пулман, хĕлле çăпата шаккаса ларнă, çуркунне çитес чухне сăрнай каласа, тăпăр-тăпăр ташласа çÿренĕ. «Кĕвĕ тайĕ»

тесе çăнăх та, кĕрпе те пулкаланă, килне кукăльсемпе пашалусем пухса пынă. Юрлама та çăпата тирме пĕлнĕ Тимкка вилнине ялти çынсем мансах кайнă ентĕ. Унăн карчăкĕ вара мунча пек тăвăр та лутра хура пÿртре хăй тĕллĕн кăштăртатса пурăнать, ку çурт çумĕпе иртекен çулпа вилĕм нумай çынна масар çине илсе кайнă, анчах кăшт кăна пăрăнса çырма хĕррине анса пăхма, кукăрăлса ларнă карчăкăн алăкне пырса шаккама маннă.

Натюк, хытса кайнă кĕрт урлă каçса, пÿрт умне пырса тăчĕ.

— Ах турă, пулăш ĕнтĕ, — терĕ те сăхсăхса илчĕ вăл.

Алăк урати урлă каçсан Натюк, хăйпе юнашар вилĕм йăпшăнса кĕнĕ пек, хăраса кайрĕ…

… Натюк аллипе алăка вăйсăррăн тĕртсе ячĕ те тухрĕ, аран-аран кĕрт урлă каçса кайрĕ. Тÿпе çап-çутă пулин те, халĕ ĕнтĕ ĕлĕкхин пек илĕртсе пăхмарĕ. Пĕлĕтсем, çурхи сурăх кĕтĕвĕ пек, карăнса тараççĕ, весем хушшинчен уйăх сиксе тухать те асав шăл пек курăнса каять. Урамра пĕр çын та курăнмарĕ, хăй çутисем сÿннĕ. Натюк темиçе çĕрте çатан çине тайăнса тăчĕ е юр çине ларса канчĕ, кĕпи эпи карчăк пÿртĕнче юр шывĕпе йĕпеннĕ пулин те, ÿт-тирĕ шăннине сисмерĕ. Вăл килĕнче хывăнса тăма вăй-хал тупаймарĕ, сак çине кăкăрĕпе çапăнса йăванчĕ, йывăр урисене аранаран çĕклесе хучĕ.

— Çур çĕр иртсен те ял касса çÿремелле-и? —тесе мăкăртатса илчĕ те амăшĕ, çавăнтах харлаттарса çывăрса кайрĕ.

«Вилетĕп иккен, — шухăша кайрĕ Натюк. — Хĕр пулса çитрĕм, мĕн курма ĕлкĕртĕм-ха тĕнчере? Ним те! »—терĕ те макăрса ячĕ.

Натюк пĕчĕк чухне, килĕнче пĕртен пĕр ача пулсан та, кăмăлĕ туличчен савăнса курман, ăнланса çите пуçласан, тантăшĕсенчен кам та пулин куласса, хăртса тăкасса кĕтсе тăнă. Ашшĕ тем те вăрласа пурăннипе арăмне те, ачине те тарăхтарнă, ун çинчен çÿрекен усал та тĕрĕс сăмахсем килти пĕр айăпсăр чунсене куршанак пекех çыпçăнса пынă.

Ял çинче «Тихха Натюкĕ» тесе чĕнни те хĕрачашăн мăшкăлласа каланă пек илтĕннĕ, çавăнпа Натюк пĕчĕк чухнех, ашшĕне вилĕм ыйтса, селĕп чĕлхипе турра кĕлтунă.

Натюк, икĕ аллине те пуç айне хурса, шухăшласа выртрĕ, уйăх пытансан çывăрса каясран, тĕлĕкре темтепĕр курăнасран шикленчĕ, куçне хупмарĕ.

Пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ.

Аçа кикен пулас-мĕн.

Вăшăл-вăшăл çавала

Кĕрхи кунта касăлас,

Çÿллĕ арман пĕвине

Юхса кайса пĕвенес, —

текен хер йĕрри сăмахĕсем пуçра вĕлтлетсе иртрĕç, качча кайнă чух пĕркенчĕк айĕнче юрлама тесе вĕреннĕ хаваслă такмаксем аса килмеççĕ, кăкăр çинче темскер, пысăк чул выртать тейĕн, сывлама йывăр.

«Касаттăм, пĕвенесси кăна юлчĕ», — терĕ вăл. Чуна кантарса, йывăр ыйхă килсе пусрĕ.

— Тăр, Натюк! —илтĕнсе кайре амăшĕн сасси. — Çĕрле ял касса çÿремелле те ирхине çывăрмалла-и?

— Ан вăрç, анне, — аран-аран каласа хучĕ Натюк, пÿрт çутă иккенне курчĕ.

— Ыйхă чăпти пулма юрать-и вара? —çилленсе кайнă амăшĕ хытă пускаласа çÿрерĕ, пухăна çĕклесе илсе, урайне кĕрĕслеттерсе лартрĕ.

— Анне, минтере тÿрлетсе хур-ха, — ерипен каларĕ Натюк.

— Мĕскер эсĕ? —хăраса кайнă пек хĕрĕ умне пырса тăчĕ амăшĕ. — Ăçта çĕрĕпе сĕтĕрĕнсе çÿрерĕн?

— Анне, ан ятла. Эпĕ пурăнас çын мар. Тÿрлетсе хур-ха минтере.

— Мĕн пулчĕ, ачам? — амăшĕ тĕлĕнсе пăхса илчĕ, хĕрĕн пуçне пĕр аллипе çĕклесе тăчĕ, тепринпе минтерне тÿрлетсе хучĕ.

— Ÿтĕм çăмăлланчĕ те, чунăм çылăха кĕчĕ, анне. Тимкка арăмĕ патĕнче пултăм, — Натюк çаврăнса выртма тăчĕ, пĕвне хускатаймарĕ.

— Ара, вăл карчăк патне ырă хĕр каять-и?

— Эпĕ ырă мар. Атте ăçта?

— Хуçи патĕнче. Ĕç пур унта.

— Вăрă-хурах килĕнче ялан ĕç пур, анне.

— Чипер калаç, ачам! Çылăха ан кĕр!

— Çылăха кĕтĕм ĕнтĕ, хырăм ÿкерттертĕм, — Натюк амăшĕ çине путса кĕрсе кайнă пысăк куçĕсемпе пăхса илчĕ.

— Хырăм? —терĕ те амăшĕ кутник сакки çине икĕ аллине те кăлăк чăххи çуначĕ пек сарса ларчĕ. — Ăçтан тупрăн, ачам?

— Люшша туянтарчĕ. Эсир аттепе иксĕр пуян килте ырлăх куртăр, эпĕ — хурлăх.

— Ых, кĕрт йытти! —тесе çухăрса сиксе тăчĕ амăшĕ.

— Ан çухăр, анне. Вăрçса кĕлрен вутă тăвас çук. Леш

тĕнчене ăсаниччен мана канлĕх пар.

— Мĕн пулчĕ, хĕрĕм? Ах, турă…

— Хăйсен тыррине кайри пÿрт айне пытарнă чух мана Люшша пусмăрларĕ,

— Пĕтрĕмĕр! Пĕтрĕмĕр! Мĕскер хăтлантăн, хĕрĕм? — амăшĕ пÿртре чупкаласа çÿрерĕ.

Натюк вăйĕ пĕтсе çитнине сиссе илчĕ, аллине кăшт кăна çеклесе, амăшне хăй патне чĕнчĕ.

— Варлам çурчĕ хăрса лартăр, вĕлтĕренпе витĕнтер, анне!.. Пытарнă тырри кайри пÿрт айĕнче, вите айĕнче те… Мана тепĕр май çавăрса хур-ха, анне.

Амăшĕ пĕрене çумне çавăрса вырттарсан, Натюк, пĕрене хушшинче тем шыранă пак, аллипе тăрмаларĕ те шăпланчĕ.

— Çывăр, ачам! —терĕ те амăшĕ тула тухса кайрĕ, вут çĕклесе Тиххана пĕрле пÿрте кĕчĕ.

— Мĕскер ку таранах çывăрать ку? Эпĕ пур, ĕçлесе халтан кайрăм, шăнса кÿтрĕм, — терĕ те Тихха сăхманне хывмасăрах кăмака çумне пырса тайăнчĕ.

— Ан тив. Натюк чирленĕ, — терĕ арăмĕ, чылаях сивĕнсе çитнĕ пÿрте хутас тесе хăйă йĕлме тытăнчĕ.

— Варлам анкартинче халăх кĕрлет, авăн çапать, — калама тытăнчĕ Тихха, —Варлам тырра хăй пама килĕшмен те, Хĕр-Ваçка халăха илсе тухнă. Хуçа унта асăрхаса çÿреме Натюка ярасшăн. Натюк, ытла чирлесе кайрăн-им?

— Ан вăрат-ха эсĕ ăна! —çилленсе каларĕ арăмĕ. — Чим-ха, мĕншĕн чĕнмест вăл? —терĕ те сак патне утса пычĕ, хĕрĕн пичĕ çине пăхрĕ, çамкине, мăйне, аллине хыпаласа тухрĕ, ÿлесе макăрса ячĕ те стена çумне пырса тайăнчĕ.

— Вилтĕн хĕрĕм, вилтĕн! Люшша мăшкăлĕ пултăн-çке, ачам! Ай, тур-тур, пĕртен пĕр ачам пĕтрĕ.

— Ан çухăр, карчăк, типтерлĕ пул! —Тихха ун патне чупса пычĕ.

— Натюк Варлама тĕп тума каларĕ, çурчĕ вырăнĕ вĕлтĕренпе витĕнтер, терĕ. — Малтан арăмĕ хуллен каларĕ, куççулĕпе пăвăнса тăчĕ, стена çумĕнчен вĕçерĕнчĕ те: —Теп тăватăп! —тесе хытă кăшкăрса ячĕ, икĕ аллине те чăмăртаса юнарĕ, пăтаран кĕрĕкне илсе, хулпуççи çине ывăтрĕ, алăка урипе тапса уçрĕ, хупса та тăмарĕ, урама чупса тухрĕ.

— Чим-ха, чим, карчăк! —текелесе, Тихха чылай вăхат

хыçран лĕпсĕртетсе пычĕ, анчах арăмĕ çаврăнса та пăхмарĕ, тăп ачасем ташă кĕвви шăратакан анкарти еннелле вĕçтерчĕ.

— Эй, халăх! —тесе кăшкăрса ячĕ вăл, йĕтем умне пырса тăчĕ, сывлăшĕ пÿлĕннипе урăх нимĕн те калаймарĕ, икĕ аллине çеç сулкаласа тăчĕ.

Çынсем, тăванĕсемпе сенĕксене пăрахса, Тихха арăмне хупăрласа илчĕç.

— Манăн Натюк хĕрĕм, Люшша мăшкăлĕ пулса, вилсе кайрĕ, Варлама тĕп тума сире пиллесе хăварчĕ! —тесе пыр тĕпĕпе кăшкăрса каларĕ вăл. — Варлам тырра кайри пÿрт айне те, вите айне те пытарнă. Ухтарăр, ырă çынсем, пуян килне тĕп тăвăр! Чухăнсене мăшкăллани çитет ĕнтĕ!

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

17

Чĕрĕ чух нихçан та ырă ят илтеймен Натюк вилес умĕн каласа хăварнă юлашки сăмахĕсемпе халăх асĕнче хисепре юлчĕ. Ăна пытарнă чух масар çине Йĕлмекасси çыннисем пурте тенĕ пекех пухăнчĕç. Хĕр-Ваçка Натюкăн шурăхса кайнă çамки çине хĕрлĕ лента хучĕ, тупăкĕ çине тăпра сапас умĕн сăмах каларĕ.

— Натюк йăмăкăм, — терĕ вăл, — эсĕ хăвăн кĕске ĕмĕрÿнте асап кăна куртăн, мăшкăл аллинче вилсе кайрăн, телей сан умна тухма ĕлкĕреймерĕ. Эсĕ, йăмăкăм, пире, ху пек чухăнсене, вилес чухне ăнланса çитрĕн те кĕрешĕве тухиччен вилсе кайрăн. Эсĕ пиллесе хăварнă пек пулĕ — эпир пуянсен мăшкăлне таптаса тăкăпăр. Тăпру çăмăл пултăр, Натюк йăмăкăм! Эпир санăн ятна ырăпа асăнăпăр, кулаксен элекĕ айне тăратса хăвармăпăр.

— Аташса пурăнтăмăр çав, хĕрĕм, пуян хÿрешки пулса пĕтрĕмĕр! —тесе амăшĕ кăшкăрса ячĕ те тупăк çине выртрĕ, сиксе тăчĕ те, ывăçĕпе тăпра илекен Тихха çине пăхса, сиксе ÿкес пек çухăрчĕ: — Кай, таса чун çине кукăр аллупа ан хăмсар! —терĕ.

Тихха, вĕтĕ сухалне каçăртса, Натюк çине пăхса илчĕ, пуçне усрĕ, аллинчи тăприне чăмăртаса, çынсем хушшине кĕрсе кайрĕ. Шерхуллапа Станук Макçи, пăшалĕсене çÿлелле тытса, Натюк умне пырса пуç тайрĕç. Вĕсем виçĕ хутчен пăшал пени кĕрлесе кайрĕ.

Натюка çĕре чикнĕ хыççăн Варлам анкартинчи тырра тирпейлĕ виçсе вулăса ăсатрĕç. Унтан Хĕр-Ваçка, Наçтук тата ытти çынсем Варлам хапхи патне пырса чарăнчĕç, хăйсем тимĕр кĕреçесем йăтнă, лумсем те илнĕ.

— Уçас пулать! —тесе кăшкăрчĕ Хĕр-Ваçка, хапха хăмисене аллинчи кĕреçепе кĕрĕслеттерсе.

— Пире вăрăпа тытман! —çухăрчĕ крыльца çинчен Матĕрне.

Çынсем хутшăнсах пычĕç, иртен-çÿрен чарăнса тăчĕ, çĕнĕ хыпар сиксе тухасса тунсăхласа кĕтрĕ. Натюк пуян мăшкăлĕ пулса вилнĕ хыççăн çилленме пысăк сăлтав тупнă çынсем хÿмене, хапхана кĕреçесемпе тÿн те тÿн çапаççĕ, урисемпе тапаççĕ, унта та кунта кăшкăраççĕ.

— Ямшăк Михалине Варлам вăрра хума хăтланчĕ, тĕрĕс çынна çаруран илсе тухрĕ. Хăй халĕ питĕрĕнсе ларнă!

— Халăха çаратнă та тыррине пытарнă!

— Ухтарас!

— Тĕп тăвас вăрра!

— Хапхине çĕмĕрес!

Пăшаллă та хĕçлĕ Шерхуллапа Макçи анкартинчен килсе çитрĕç, иккĕшин çĕлĕкĕсене те кăлчак тăрăнса тулнă.

— Варлам хуçа! —Шерхулла чÿречерен пырса шаккарĕ. — Саккуна пăхăнас пулать. Саккуна эпир мар, пысăк хулара çырнă. Пĕлетĕн-и, ун çине кам алă пуснă — Ленин!

Шалта никам та чĕнекен пулмарĕ, алăк та уçăлса хупăнмарĕ.

— Варлам никама та пăхăнмасть! — кăшкăрса ячĕ Наçтук. — Мана, сурăх вăрланă тесе хĕнеттернĕ чух, хăйĕн Керĕн патшипе мухтданатчĕ. Халĕ Керĕнĕ ÿпне-питне тăрăнса ÿкнĕ. Варламне те ÿпне-питне ямалла.

— Натюк Варлама ухтарма хушса хăварнă, — таçтан чупса килсе тухрĕ те аллипе юнарĕ Тихха арăмĕ. —Люшша, шăтăк сăмса, пирки пĕртен пĕр хĕрĕм вилсе кайрĕ. Уншăн та манăн вĕсене тавăрмалла! — Ватă та ырхан карчăк таçтан аплах хытă çухăрма вăй тупрĕ. — Килкартине кĕме кирлĕ мар. Хыçалтан, пахчинчен кĕрсе, кайри пÿрт никĕсĕ тĕлĕнче чавас, —терĕ те, хулпуççи çинчи кĕреçине хытă тытса, пÿрт тавра пахчаналла чупрĕ. Пĕтĕм халах ун хыççăн кайрĕ.

— Кунта! —кăшкăрса каларĕ Тихха арăмĕ, вите патне пырса, алăкне уçса пăрахрĕ.

Унччен те пулмарĕ, пахча хапхи уçăлчĕ, мăй айĕсем усăнса тăракан хаяр ула вăкăр сиксе тухрĕ, хÿрине тăратрĕ, пуçне çĕклесе, сăмсин карăнса кайнă шăтăкĕсемпе шăршласа тăчĕ, çĕре малти урисемпе чавса мĕкĕрсе ячĕ. Пахчара никам та тăрса юлмарĕ: хăшĕсем хапхаран тухса сирпĕнчĕç, теприсем хуралтăсем хушшине кĕрсе пытанчĕç, выртакана

Вăкăр тивмест тесе, юр çине выртакансем те тупăнчĕç. Ула вăкăр çынсем патнелле чупса пынă чухне сасартăк чарăнчĕ, хирĕç пыракан Шерхулла умĕнче йăвашланчĕ, кутăн чакрĕ.

— Мирук, пуян вăкăрĕ пулсан та, мана паллатăн-и? — терĕ кулса Шерхулла, ăна икĕ мăйракинчен ярса тытрĕ те хырăмĕнчен çапрĕ. — Хас картана! —тесе вăкăра çĕнĕ витене кĕртсе ячĕ, алăк урлă пĕр вĕрлĕк хучĕ.

Юлашки вăхăтра Варламран именсе тăма пăрахнă çынсем— арçынсем те, хĕрарăмсем те — пĕр-пĕрин çине пăхса харсăрланса кайрĕç, килĕсенчен кĕреçесем илсе килчĕç, тăпрана вĕçтерме тытăнчĕç.

— Тупăнчĕ! —тесе кăшкăрса ячĕç, кайри пÿрт айне чавса, тĕпсакайне кĕрсе кайнă çынсем.

— Кунта! Кунта!

— Пăхса тăр, вăрлакан ан килтĕр! —терĕ Хĕр-Ваçка Макçие, хай халăх патнелле пычĕ те: — Тăвансем, пĕр пĕрчине те ан тĕкĕннĕ пултăр, усал ят ан илĕр. Халĕ ĕнтĕ пурте кунтан тухăр. Хăвăрт лашасене кÿлсе килĕр, кĕçĕр мăкаçей кĕлетне леçĕпĕр ку тырра!

Çак вăхăтра пахча хапхинчен Матĕрне тухрĕ, усал куçĕпе пăхса, кăшкăрса каларĕ:

— Ых, Ваçка, аçунтан пурлăх илеймерĕн! Халĕ ĕнтĕ çын тыррине çисе тăранăн-и, çара пакарта?

— Ку сан тырă мар. Лăкăртатса ан тăр, Матĕрне! — Шерхулла, тата тем калас тесе, хапха патнелле пыма тытăннăччĕ, Матĕрне çенĕке кĕрсе кайрĕ.

— Станук Макçине, пыйтăллă йĕм çăртине, мĕн çитмен кунта? —терĕ вăл, каялла çаврăнса.

— Эсĕ манăн йĕме антарса пăхрăн-и, ăçтиçук! —халиччен хăйне хăюсăр тытнă Макçи çилленсе кайрĕ, ал айне лекнĕ пуленкене илчĕ те пĕтĕм вăйĕпе ывăтрĕ.

Пÿрт алăкĕ кĕмсĕртетсе илчĕ. Матĕрне урăх курăнмарĕ.

Часах Варлам пахчине çунасем пĕрин хыççăн тепри килсе кĕчĕç. Хапха умĕнче халăх кĕшĕлтетсе тăнипе урамри юр тăвăрланчĕ, тырă таканĕсем пуласса кĕтсе, хуралтăсем çинче çерçисем чимлетрĕç, пăр та пар вĕçкелерĕç, урамри йăмрасем çинче сарă пĕсехеллĕ кăсăясем хÿрисене сиктеркелесе ларчĕç.

Тырă тиесе çиелтен шăналăкпа витнĕ çунасем мăкаçей кĕлечĕ еннелле шума тытăнсан, Иркка хай шухăшне каласа пама килне чупрĕ, пÿрте тăпăртатса кĕрсе кайрĕ.

— Анне! Анне! —кăшкăрса ячĕ вăл, хывăнса та тăмарĕ, каллех урама сиксе тухма хатĕрленчĕ.

— Ан çухăр! Мĕн пулчĕ? —ыйтрĕ Ирккан алсишне пир татăкĕ хурса сапласа ларакан амăшĕ.

— Çил вĕрет!

— Аташса ан тăр. Нимĕнле çил те çук, юр пĕрчи те хускалмасть.

—Хускалмасть сана!.. — Иркка амăшĕ умне пырса тăрать те аллине сулкалать. — Варлам килкартине çил килсе кĕнĕ, хапхине яри уçса пăрахнă.

— Уçтăр! Сана мĕн, Иркка?

— Варлам тыррине тиесе тухаççĕ те мăкаçей кĕлетне илсе каяççĕ. Кăра çилсем пуçланмаççĕ-ши, анне?

— Пуçланччăр! —терĕ амăшĕ, сиккелесе тăракан хăрачине пĕр-пĕр ĕç хушас тесе шухăшласа илчĕ, çаврăнса пăхрĕ те алăкран тухса сирпĕнекен Ирккан çурăмне кăна курса юлчĕ.

Каярахпа, Варлам килкартинче тĕр-тĕр лăплансан, Тихха урамра именсе пăхкаласа тăчĕ, пĕр çынна та курмарĕ, пуян çурта кĕрсе кайрĕ. Алăкран кĕрсен, вăл çĕлĕкне хывса хул хушшине хĕстерчĕ, нумайччен тăчĕ, никам та тулти пÿлĕме тухакан пулмарĕ, алăкĕ хупă, шалти пÿлĕмре Люшшапа амăшĕ хытах калаçни илтĕнчĕ, анчах сăмахĕсене уйăрса илме пулмарĕ. Вырăн çинче нумайранпа выртакан Варлам харкашнă пек тем чĕнкелерĕ.

— Мĕн лапăштатса çÿретĕн, Тихха? —хаяррăн каласа хучĕ Матĕрне, алăка уçса, хай Тихха çине пăхса та илмерĕ.

— Килсе курас терĕм, — Тиххан хăравçă сасси татăлса каяс пек илтĕнчĕ.

— Тĕп тунине курасшăн эсĕ, такана хырăм! —Тихха умне пырса тăчĕ Матĕрне, кăкăрне лăс-лăс силлерĕ, çапса яратчĕ пулĕ, анчах шалти пÿлĕмрен Варлам кăшкăрни илтĕнчĕ:

— Ĕнсерен ăна!

— Варлам хуçа, чим-ха. Эпĕ пĕрре те айăплă мар. Ак хĕвел! Çăкăр çыртса тупа тума пултаратăп, — Тихха, пуçне лăштах усса, сăхсăхса илчĕ.

— Эпĕ çăкăр çырттарăп сана, катăк шăллă çăвара! — Варлам минтер çинчен пуçне çĕклерĕ. — Тăм çырт, чул çăт та кукăрăлса вил, мунча кăчăрми!

— Эпĕ мар, Варлам хуçа, Натюк пĕтрĕ, — макăрса ярас пек мĕскĕн сасăпа каларĕ Тихха.

— Сассине те пырĕнчен мар, выçса хăрнă пыршинчен кăларать! —Варлам кăшкăрса тăкрĕ. — Эй, Люшша! Эй,

Матĕрне! Килтен тапса вăрлатăр йĕрĕнчĕке! Шăрши те ан пултăр!

Çав вăхăтра Люшша сиксе тухрĕ, вăл Тиххана пĕр хулĕнчен тытнă самантра Матĕрне те тепринчен ярса илчĕ. Вĕсем иккĕш Тиххана пусма çине кăларса тăратрĕç те хыçалтан харăс урапа тапса сирпĕтрĕç, Тихха пусман аялти карчĕ çине пуçĕпе пырса çапăнчĕ, мăйне хуçас пек, пуçхĕрлĕ çаврăнса кайрĕ те месерле хаплатса ÿкрĕ. Тихха вăрахчен выртрĕ, ыратакан кăкăрĕнче сывлăш çаврăнмарĕ, Матĕрнепе Люшша чÿречерен темиçе хут та пăхса илчĕç. Тихха тăсăлса выртни вĕсене хăратрĕ, мĕншĕн тесен Натюк вилнĕ хыççăн ашшĕне те хĕнени халăх çиллине татах та хăпартса яракан çĕпре пулма пултарĕ.

— Кăларса яр, Люшша, ан хĕне!—терĕ Матĕрне.

Люшша Тиххана çĕклесе тăратрĕ, çавăтса пычĕ те хапхаран кăларса ячĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕнче пуян мăшкăлне тÿсме, унтан çăкăр татăкĕ йăлăнса илме хăнăхса çитнĕ, нихçан та тăраниччен çисе курман ырхан Тихха вилес патне çитсен те, хÿме çумне тайăнса тăрсан та, тĕрĕс сăмах калаймарĕ.

— Чирлерĕн-им, Тихха пичче? — терĕ Станук Макçи, килне таврăннă май чарăнса тăрса.

— Чирлерĕм çав. Натюкшăн хуйхăрса халтан кайрăм,— Тихха, янах çинчи суранне пытарас тесе, аллипе хупларĕ.

— Питне те шăйăрса пĕтернĕ. Люшша хĕнемерĕ-и сана?— терĕ Макçи, ăна хулĕнчен тытса урампа пынă чух.

— Çук. Хам ÿкрĕм.

Макçи Тиххана килнех кĕртрĕ. Макăрнипе куç айĕ тăртанса кайнă арăмĕ пĕççине шарт çапрĕ те:

— Ай, тур-тур! Сана Варлам патĕнче хĕненĕ-çке,— тесе кăшкăрса ячĕ.— Хĕрне вĕлерни çитмест, ашшĕне те тытса хĕнеççĕ. Ах, турă, пуян кил-çуртне хăрт, Варламне те, Люшшине те, Матĕрнине те кукăрт!—тесе нимĕн курăнми пуличченех хуралса кайнă турăш енне сăхсăхса илчĕ.

— Нумай ан калаç ĕнтĕ,— терĕ те Тихха хывăнмасăрах сак çине пырса выртрĕ, аяк пĕрчисем ыратнипе тÿсеймесĕр шăлне çыртрĕ, хуллен кăна ахлатрĕ.

— Хăвна Варламсем тытса хĕненĕ, ăна та эсĕ çынсене каласа парасшăн мар. Натюка вĕлертĕн! Хам сана урайне тăсса вырттарса хĕнем-и? — тесе кăшкăрса ячĕ арăмĕ. Макçи карчăк тулашнине итлесе тăмарĕ, тухса утрĕ.

Тихха вырăн çинче пĕр эрне ытла выртрĕ. Вăл мĕн пĕчĕкренех пуян килĕнче ĕçлеме тытăннă. Варлам ашшĕне те, Варламне

те пăхăнса пурăннă, нихçан та пĕр сăмах хирĕç каламан. Варлам Тиххана нумай хĕненĕ, анчах çамрăк шăммишакки тÿснĕ, чĕлхи халăх хушшинче сăмах сарман. Матĕрнепе Люшша тапса кăларса сирпĕтни Тиххана халтан ÿкерчĕ, пуçри шухăшĕ сапаланса кайрĕ. Халиччен вăл Варламран икшер-виçшер кĕрепенкке çăнăхпа кĕрпе илкелесе кăштăртатса пурăнатчĕ, унăн хăйĕн тырри те, ăна хума кĕлечĕ те пулман, — хăйĕн те, арăмĕн те, хĕрĕн те вăйĕ пĕтĕмпех Варлам мулне кайса пынă. Тихха чирлесе кайнă çĕре килĕнче пĕр чĕптĕм çăнăх та юлмарĕ, арăмĕ кÿршĕсем патне кайса тăранкаласа пурăнчĕ.

Тихха хăйсен ялĕнче ыйткалама шухăш тытрĕ. Чинук ăна икĕ чĕрĕ паранкăсăр пуçне ним те параймарĕ, Çеркки арăмĕ пĕр чĕптĕм тăвар кăна пачĕ, Антун арăмĕ тем те каласа хĕртрĕ.

— Хамăр та выçă, — терĕ те тухса кайма хăех алăкне уçса тăчĕ.

Тиххана урампа пынă чухне Наçтук хирĕç пулчĕ, хăйĕнчен пăрăнса иртсе кайма памарĕ, хулĕнчен карт туртса чарчĕ, çырă та пысăк куçĕпе çисе ярас пек пăхса илчĕ.

— Ах, Тихха, Тихха! Натюка çисе ятăн-и, тутлă пулчĕ-и?

— Ан тив ĕнтĕ, Наçтук, — çирĕп ярса илнĕ паттăр хĕрарăм аллинчен çăлăнасшăн туртăнчĕ Тихха.

— Пăрахса тараймăн манран! —сăхман çаннинчен тытса силлерĕ Наçтук. — Тарас пулсан, урунтан туяпа ярăп та шăммуна шарт хуçăп, вара ватă автан пек сиккелесе çÿрĕн. Эсĕ ан хăра, Тихха, çынна хĕнемен, хĕнемен те эпĕ. Астăватăн-и, Тихха, эсĕ мана епле хĕнеттертĕн?

— Астăватăп! —сассине çинçен кăларчĕ Тихха.

— Сурăхне ху вăрларăн. Çапла-и?

— Çапла.

— Сана хăвна Варламсем ислетнĕ, тет. Саккун умне тăратмалла вĕсене! Мĕскер хăраса тăратăн, Тихха?

— Шăнса кайрăм эпĕ, — терĕ Тихха, тăр-тăр чĕтресе илсе.

— Ман патăмра ăшăтса тух, — Наçтук ăна сĕтĕреех урампа уттарчĕ, килне илсе кайрĕ те кăмака çумĕнчи сак çине лартрĕ. — Çиес килет ĕнтĕ сан, — терĕ.

— Хырăм выçрĕ çав, — терĕ Тихха, пуçне çĕклемесĕр.

— Шÿрпе астив! — хытă та кăмăллă каласа хучĕ Наçтук, кăмакари чугуна ухватпа кăларчĕ те пĕр тирĕк яшка антарчĕ, сĕтел çине пырса лартрĕ.

Тихха сĕтел хушшинче çисе ларнă вăхăтра Наçтук урай варринче тăчĕ, Тиххана хĕрхенсе калаçас терĕ те иртнисене— Тихха Варламшăн пĕтем чунне парса çÿренине аса илчĕ, вăрçма шухăшларĕ, анчах шÿрпе лĕрккесе ларакан çын ытла та мĕскĕн пек курăнчĕ.

— Тихха, — терĕ Наçтук, — эсĕ пуян сăмахне итлеме хăнăхнă та, мана итлĕн-ши?

— Питĕ итлетĕп, — Тихха сассинче пăртакçă савăнни те илтĕнчĕ.

— Эсир виççĕн Варлам патĕнче ĕçленĕ. Хĕр-Ваçка сире мăкаçейрен, леш Варлам тырринчен, парас пек калаçатчĕ. Кайса калаç-ха унпа.

— Пуянпа тавлашма юрать-ши? —Тихха пуçне çавăрчĕ те хĕрелсе кайнă куçĕпе пăхса илчĕ, вара сĕтел хушшинчен тухрĕ. — Тавтапуçах, Наçтук! — терĕ те çĕлĕкне тăхăнчĕ.

Наçтук унпа калаçса тăмарĕ, мĕскĕнлĕхре анкă-минкĕ тухнă этем мĕне те пулин ăнланса çитессе ĕненмерĕ.

Тепĕр кун Тихха таврари ялсене ыйткалама тухса кайрĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

18

Ĕрĕхсе кайнă лаша çинчен сирпĕнсе юлнă хыççăн, Лявук вăрмана пырса кĕчĕ. Çĕрлехи сивĕре шăнса хытасран вăл чĕркуççи таран юра пута-пута утрĕ. Шап-шурă уçланкă хĕрринче пĕр хуралса ларакан тĕмеске пÿрт пек курăнса кайрĕ.

«Хăвалăхри Ларик лавккаç утарĕ-çке», —шухăшларĕ вăл, кунта килсе çÿренисене те, уçланкă варрине ларса симпыл ĕçнине те аса илчĕ. Анчах иртнĕ савăнăçлă кунсем асĕнче ун нумай тытăнса тăраймарĕç, тин çеç пулса иртнĕ хăрушă та тискер ĕç вара куç умĕнчен сирĕлмест. Вăл Каюра Тимахвипе çыхăнса кайрĕ те çул çинче пыракан темле апăрша хресчене хирти пĕччен хурамаран çакса вĕлерчĕ, Хăвалăх ялĕнче хăй палласах та кайман Улангина вĕлерес тесе хăваларĕ, чирлĕ çынсен лазаретне пырса кĕчĕ. Халĕ ĕнтĕ текех ăна тăван ялне пырса кĕме те юрамасть. Часах ăна шырама тытăнаççĕ. Вăл пĕчĕк те лутра пÿрт умне пырса тăчĕ, сехре хăпнине епле те пулин сирсе ярас тесе, шăхăркаласа илчĕ, анчах пĕр тискер кайăк, пÿртум çатанĕ тăрăх чăрмаласа хăпарса, шăтăр-шăтăр тутарчĕ, çатан хушшинчен тухса, юр çине сиксе анчĕ те ун çине çунса тăракан çаврака куçĕсемпе пăхса илчĕ, çилленнĕ кушак пек мăрлатрĕ, хура хÿрине ярт тăсса, вăрманалла сирпĕнчĕ. Лявук чÿрече урлă çапнă икĕ хăмана кăтăрса кăларчĕ, кĕрĕк çанни ăшне пытарнă аллипе чÿречене хытă тĕртрĕ, кĕленче йăлтăртатса ванчĕ, тепре çапрĕ те хашакĕ çĕмĕрĕлсе шала ÿкрĕ. Кăçат ăшне кĕрсе тулнă юр сивви урисем тăрăх çурăма хăпарнипе ентĕркеме пуçларĕ. Лявук тăвăр чÿречерен кĕме хăтланчĕ, кăкăрĕ тĕлĕнче чарăнса тăчĕ, таткаланса каялла тухрĕ, кĕрĕкне хьивса пÿрте ывăтрĕ.

«Пĕтрĕм! »—макăрса ярас пекех шухăшларĕ вăл, тепре кĕме мекĕрленнĕ чух та чÿрече япăххисем хушшинче хĕсĕнсе ларсан.

Вăл, кĕпе вĕççĕн юлса, шăлĕсене шаккама тытăнсан, уçланкă тăрăх чупса кайрĕ, хăй умĕнченех мулкачă сиксе тухсан, хăранипе сасартăк такăнса ÿкрĕ, юрланса пĕтрĕ. «Эх, анкă-минкĕ, хăяккăн уртăнса кĕмелле-çке», — терĕ вăл.

Такăннă чух ăнсăртран сиксе тухнă ăс тĕрĕс пулчĕ: вăл хăяккăн шăвăнса чÿречерен çăмăлах кĕрсе кайрĕ, урайне пуçхĕрлĕ ÿкрĕ, тăнă-тăман кĕрĕк тăхăнса ячĕ, ташланă пек тăпăртатса çÿреме тытăнчĕ, Хăвалăх енче автан пĕрремĕш хут авăтнине илтрĕ.

Вăл пÿртре чылай тăпăртатса çÿренĕ май кĕтесре улăм тупрĕ, ăна пĕр пысăк çĕклем илчĕ те чÿрече шăтăкне чиксе тултарчĕ, юлнă улăм ăшне пашкаса кĕрсе выртрĕ, пурне те манса кайса çывăрма тăрăшрĕ, анчах хаяр шухăшсем Лявука канăç памарĕç, пуç мимине янăратса кăшкăрашрĕç.

«Лисук сан патăнтан мĕншĕн вăрттăн тухса тарчĕ? Э? Мĕншĕн?.. »

«Килĕ те çурт-йĕре тутарĕ», — шухăшлать Лявук, Лисук салтака кайни çинчен илтсен.

Халĕ ĕнтĕ вăл Лисукран кăна мар, пуринчен те, пиччĕшĕсемпе инкĕшĕсенчен те хăрарĕ: «Тытĕç те саккун аллине парĕç, вара пĕтĕм мул весен аллине юлĕ», — шутларĕ вăл. Кăвак çутă килеспе вăл чÿречерен йăраланса тухрĕ.

Хĕрлĕ те ула-чăла улатакка пĕр çÿлелле сирпĕнсе, пĕр аялалла анса уçланкă урлă вĕçсе каçрĕ. Çара та хура йывăçсем хушшинче хĕрлĕ пилеш курăнчĕ; ун çинче пĕр ушкăн ăсан ларнине курчĕ Лявук. Вăрмана кĕрсе, юр айĕнчи çапăсене шатăртатсарсанах, шуйханнă ăсансем вĕçсе кайрĕç, Лявук инçех мар каçăрăлса тăракан йывăç çине пăхса тăче, вара пилеш туратне туртса антарчĕ, йывăçа çиллентернĕ, пас çăнăх пек тăкăнчĕ, ĕнсе хыçне кĕрсе, ÿт-тире çÿçентер-чĕ. Шăнса кайнă пилеш çырлисем çăварĕнче йÿçĕ тутă кăларса ирĕлнĕ чухне Лявук, такам килсе тухасран шикленсе, йĕри-тавра пăхкаларĕ, пилеш татса кĕрĕкпе шăлавар кĕсйисене тултарчĕ, вăрманта туратсем шăтăртатнине илтрĕ те

юр çине выртрĕ. Çырмаран туллатнă кĕрĕк пиншак тăхăннă çын йĕлтĕрне шутарса хăпарчĕ, икĕ туйи çине тĕренсе, хăвăрт иртсе кайре. Лявук хăрăк туратсем пуçтарса çÿрерĕ, темиçе çĕклем чÿречерен пăрахрĕ те хăй те кĕрсе кайрĕ.

«Хĕвеллĕ кун кăмака хутсан, мăрье тĕтĕмĕ вăрман çине хăпарĕ, таçтан та курăнĕ», — тесе шухăшласа кĕтесри улăм çинче выртрĕ вăл. Сивĕ пилеш ăна пĕрре те тăрантмарĕ. Лявук тĕпсакайне анса кайрĕ, тахçанах пăрахăçа тухнă рамăллă та ахаль кивĕ вĕллесен ăшĕсене пăхкаларĕ—карас таврашĕ тупаймарĕ, тип-типĕ тăпрана аллипе темиçе çĕрте те чакаласа тухрĕ, кĕтесре сиксе тухнă пĕчек çĕрулмие качăртаттарса çисе ячĕ, каллех çĕре тăрмаларĕ те кулса ячĕ. Утар хуçи çĕр айне çĕрулми нумай пытарса хăварнă иккен.

— Выçă вилместĕп, — терĕ те вăл кĕтессе кукăрăлса выртрĕ, хÿтĕ тĕпсакайĕнчен тухас темерĕ, çывăрса кайрĕ.

Вăл вăранса пÿрте тухрĕ, улăма кăштах сирсе, чÿречерен пăхрĕ, тĕттĕм тÿпери çăлтăрсем кушак куçĕсем пек курăнса кайрĕç. Хутса янă кăмака тĕтĕм кăларкаларĕ те шатăртатса çунма тытăнчĕ, кăвар çинех пăрахнă çĕрулмирен пыра кăтăклакан тутлă ĕнĕк шăрши тухрĕ. Вăл çĕрулмисене пиçнĕ-пиçмен çисе пычĕ, кĕлне турчкапа айккине шăлса хучĕ, кăмака тулли кăвайт чикрĕ те пÿрт мунча пек хĕрсе çитичченех çунтарчĕ, чÿрече шăтăкне татах улăм чикрĕ, вăхăта та пĕлес темерĕ, кăмака çумне выртрĕ те çывăрса кайрĕ.

Вăл эрне хушши пÿртрен пĕрре те тухмарĕ, каçсерен вут çунтарчĕ, çĕрулми пĕçерсе çирĕ. Тăвар çукки тарăхтарса çитерни ытла пысăк инкек марччĕ. Яланах кĕл айĕнче сыхланса тăракан кăвар сÿнсе ларни ăна ăшă пÿлĕмрен хăваласа кăларчĕ.

Вăл ашшĕ килне çулсăр-мĕнсĕрех çĕрле, алтăр çăлтăр пăртакçă ÿпĕннĕ вăхăтра тухса утрĕ, килкартине пахча енчен пырса кĕчĕ, сиксе ÿкес пекех хаяр вĕрекен йыттине кăшт кăна шăхăрчĕ те мăйĕнчен лăпкарĕ. Ашшĕпе амăшĕ чылайранпа ĕнтĕ ывăлĕсемпе кинĕсенчен уйрăлнă, хĕлле путексемпе пăрусене усрама тунă пĕчĕк пÿртре пурăнаççĕ.

Чÿрече кĕленчине шăкăр-шакăр тутарчĕ Лявук.

— Кам унта? —илтĕнчĕ ашшĕ сасси.

— Эпĕ, — Лявук кĕленче çумне тутисене тытса пăшăлтатса каларĕ.

Ашшĕ икĕ пĕчĕк чÿречине сăхмансем карса тухрĕ те шăши куçне çутрĕ.

— Аннÿ ялан сан çинчен шухăшланипе ăнран каять, темелле. Ывăнса çитсен кăна çывăрма выртать, — терĕ те

ашшĕ кăмака çумĕнчи сак умне пычĕ. — Амăш, э, амăш, Лявук килчĕ, — терĕ.

— Э-э… — тесе, вăрăммăн анасласа илчĕ амăшĕ, урисене сак çине хурса ларчĕ. — Эпĕ тĕлĕк тĕллентĕм тесе. Лявук чăнах та килнĕ-çке. Эх, ачам, ăçтан килсе тухма пĕлтĕн-ши? Сана эпĕ тĕлĕкре вилĕ куратăп, çул хĕррипе йăванса кайнă пек, шурă пирпе пĕркеннĕ пек. Каюра Тимахвипе çыхланса кайман пулсан, халĕ те килте пурăнаттăн, ниçта тарма та сăлтав пулмастчĕ.

Лявук ашшĕ-амăшĕпе калаçса ларнă чух Каюра Тимахви мĕнле вилни çинчен те, Йĕлмекассисем Варламăн сăсăлне вĕçтерме тытăнни çинчен те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлчĕ, анчăк кăмăлне çĕклентерекен хыпар-хăнар пулмарĕ.

— Эсĕ, ачам, ял çине тухса ан çÿре, — терĕ ашшĕ. — Самана хаяр, камунсем тытĕç те персе пăрахĕç. Пиртен инçетри ялсенче пуянрах çынсем халăх пухма тытăннă, теççĕ, пăлхавсем пулса иртнĕ, кунталла та килсе тухмалла тесе калаçаççĕ. Ярман патши Камунсене хирĕç вăрçă пуçланă, тет. Антихристсем саккунĕ арканма тытăнсан, сик те тух вара, ачам, Камунсене кас та çап!

Лявук пилĕк-ултă шăрпăк илчĕ, хутаçне çăнăхпа кĕрпе, сухан тата пĕр пĕчĕк хуран чикрĕ, тухса кайма хатĕрленчĕ.

— Манăн вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, аттепе анне, — терĕ вăл автансем малтанхи хут авăтса ярсанах. — Шуйттан автан сассине илтсенех тарса пытанать, тет, вупăр хăй шăтăкне кĕрсе выртать, тет.

— Çул çине тухса кайнă чухне, ачам, усал япаласене ан асăн ĕнтĕ, сăхсăх, — терĕ амăшĕ, кăмака шăтăкĕнчен çăм алсиш илсе пачĕ. — Ăшăнса çÿре, Лявук.

— Чăнах та, шуйттана тухса кайрăм ĕнтĕ, малтан хăраттăм, халĕ çĕрле лайăхрах пек туйăнать. Хĕвел тухсанах, чунăм хăй вырăнĕнче мар пек, вăрçасах тăрать. Çынсенчен хăратăп, анне, шуйттансенчен мар.

— Эй, хăрамасăр, ачам. Çын усалланса кайрĕ, пĕр-пĕрин çине сикме тытăнчĕ. Çĕр çинче çылăх нумай, тет, çуркунне çимĕк тĕлĕнче çынсене юриех аçа çапса çумăр çумалла, тет, — амăшĕ мăкăртатса ларчĕ, сăмахне каламассерен сăхсăхрĕ.

— Атте, тĕр-тĕр пуçланса кайсанах, эсĕ ман пата чупса пыр. Хăвалăх вăрманĕнчи утар çуртĕнче пурăнатăп. Камунсене вĕлернĕ чух тăрса юлас марччĕ, — терĕ те Лявук пĕчĕк пÿртрен тухрĕ, хыçĕнчен пыракан Ламсура йыттине пĕр татăк çăкăр ывăтса пачĕ.

Вăл уçланкăри пÿртре чиперех пурăнчĕ, каçсерен вăрманта çÿрерĕ, кун ячĕсене манса кайрĕ, çĕрле те, кăнтăрла та ашшĕ хаваслă хыпар илсе килессе кĕтрĕ. Çапла тепĕр эрне иртсе кайрĕ.

«Çеркки тем пĕлни çинчен Тимахви калаçкалатчĕ”, — шухăшларĕ Лявук, çавăнпа çĕрле тухса Çеркки патне утрĕ, вăйран кайса пынине сиснĕçем сиссе пычĕ, ÿчĕ вĕриленсе кайрĕ, пуçĕ ыратма тытăнчĕ. Вăл уйăх çутă чухне çырмара тайкаланса тăчĕ, уйăха хура пĕлĕт хупласа илсенех, Çеркки пахчине кĕчĕ, урамра улахран таврăнакан çамрăксем «Эй, çил вĕрет, çил вĕрет те, çил çĕклентерсе ярать» тесе юрланине илтрĕ те килкартинелле утма шикленчĕ, мунчана кĕрсе кайрĕ.

«Чирлерĕм иккен», — терĕ Лявук, сивĕ мунчара тарласа кайрĕ, урайне выртрĕ, тĕлĕрсе кайнă-кайман хăрушă тĕлĕксем курчĕ.

Пĕчĕк тĕнĕрен пăртакçă çутă кĕме тытăнчĕ, пĕр çын мунчан малти пÿлĕмне пырса кĕчĕ, шăпăрпа шăлкаларĕ те хăйĕнпе хăй калаçрĕ, Лявук Çерккине сассинчен палкаса илчĕ.

— Эх, пурнăç! — хытах каларĕ Çеркки, ахлатса сывласа илчĕ. — Малалла мĕн курассисем пур-ши-ха? Совет ĕмĕрĕ çерçи сăмси пекех кĕске текен сăмах çÿрерĕ. Камунсем халĕ пуянсене ярса илчĕç те сывлама та памаççĕ. Вĕсене хирĕç пăлхав пулмалла терĕç… хывăх вĕçтерсе çÿрерĕ Каюра Тимахви. Хăй йытă çыртнипе вилсе кайрĕ, Лявукĕ таçта çапкаланса çÿрет.

— Кунта эпĕ, Çеркки пичче! —пĕтĕм сассине пухса кăшкăрса яче Лявук, тăма хăтланчĕ те каллех выртрĕ. — Чăнах та кунта! —терĕ.

Çеркки хăра-хăра мунча алăкне уçса пăхрĕ.

— Мĕн пулчĕ сана, Лявук?

— Хам та пĕлместĕп, аран сывласа выртатăп. Шăнса пăсăлтăм пулас.

Çеркки юлашки кунсенче кăмăлĕ енчен типĕ пичке пекех шултăркаса кайрĕ, аякпĕрчисем хушшинчен çил вĕрсе кĕнĕ пек, ÿпке-пĕвере шăнтма пек туйăнчĕ. Пухура хунă тырра икĕ кун хушшинче парса татрĕ, çынсенчен кивçен лаша илсе хăвăрт турттарчĕ, мĕншĕн тесен Хĕр-Ваçкапа унăн тусĕсем пырса ухтарĕç, тĕпсакайĕнче пăнтăхса ларакан Энтрине хĕвел çутине туртса кăларĕç, ашшĕне те пуçĕнчен шăлса ачашламĕç, тесе хăраса ÿкрĕ. Энтри ытла тулхăрса кайрĕ, хирĕçрех пĕр сăмах каласан та, кăмăлĕн кĕске туртине

кура, çĕçĕпе пусса пăрахас пек хаяр пăхса илет, тĕттĕмре сарăхса кайнă куçĕсем чăхха курнă тилĕсем пек пăхкалаççĕ. Çич инкек пур çĕре тата тепĕр инкек килсе тухрĕ— тарса çÿрекен Лявук унăн мунчине кĕрсе выртнă, чирлесе кайнă. Мĕн тумалла унпа? Ял халăхне тытса памалла-ши? Ун пек хăтлансан, Чишма пуянĕсем те, ытти пуянсем те Çеркки ятне юпа çине картласа хурĕç, пăлхав вăхăтĕнче çурчĕпе пĕрле хăйне те çунтарса ярĕç.

— Ытла çутăлса çитиччен, Лявук шăллăм, сана ăçта та пулин пытарам, — терĕ Çеркки, ăна хулĕнчен тытса тăратрĕ. — Пÿрте кĕрер-ха.

Лявука çавăтса пымалла пулчĕ, пусма çинче такăнса ÿкнĕ чух та ăна Çеркки хулĕнчен çĕклерĕ, пÿртĕнче алăк патĕнчи сак çине лартрĕ те кĕрĕкне хыврĕ.

— Эх, Çеркки пичче, кĕтетĕп те кĕтсе илейместĕп. Хăçан пирĕн чан çапĕ-ши? —терĕ Лявук, пăтранса кайнă куçĕсене чарчĕ, нумай пăхса тăраймарĕ, усăнса анакан хупанки айне пытарчĕ, стена çумне тĕлĕрнĕ пек тайăнчĕ.

— Мĕнле чан çинчен калаçатăн çак эсĕ, шăллăм?

— Мĕнле чанĕ паллă. Пăлхав пуçлантăрччĕ, — Лявук вăйсăр сасăпа каларĕ.

— Кам унта? — илтĕнчĕ тĕпсакайĕнчен пĕр сасă.

— Эпĕ, Лявук.

Çав самантрах тĕпсакай хупкăчĕ çĕкленчĕ, лапсăркка çÿçлĕ Энтри сиксе тухрĕ.

— Мĕнле пурнăç, Лявук, — терĕ вăл, кукăрăлса кайнă Лявука алă пачĕ.

— Пурнăç пĕтрĕ ентĕ, Энтри тусăм, пĕр пăрăнăç кăна тăрса юлчĕ. Эх, виличчен урама сиксе тухасчĕ…

— Акă мунча кĕрĕпĕр те, чĕрĕлĕн! —кăшкăрсах каларĕ Энтри, хăй пек таркăн çын килни ăна килне уяв ташласа кĕнĕ пек туйăнчĕ.

— Эсир пытанăр. Ирхине хапхана питĕрсе лартсан, илемсĕр пек, — терĕ те Çеркки хул хушшине хăйăсем хĕстерсе тухса кайрĕ.

Вăл мунчара чылай вăхăт ларчĕ, сÿнекен вута вĕркелерĕ, хăйăсем пăрахрĕ, хурана шыв тултарнă, чулсем çине лартрĕ. Лявук килсе кĕни асĕнчен каймарĕ, тем инкек сиксе тухас пек хăратса тăчĕ, çавăнпа вăл, икĕ таркăн хăрушă япала шухăшласа калăрасран шикленсе, пÿртне кĕрсе тухас терĕ.

Алăка уçса ярсанах, тĕпсакайĕнчен Энтри тухрĕ те, Лявук тумтирĕсене ашшĕне тыттарса, пăшăлтатса каларĕ:

— Пĕтрĕмĕр, атте. Вăл, тĕпсакайне антарĕ ăнах, тăнне çухатрĕ те аташма тытăнчĕ.

— Мĕн пулнă ăна, ачам? — вĕри сывлăшне пĕрĕхсе кăларчĕ ашшĕ.

— Вĕри чир, тиф! —терĕ Энтри.

— Ах, — йывăррăн сывласа ячĕ Çеркки.

— Атте, эсĕ çакна мунча кăмакине пер, çунса кайтăр! — терĕ те Энтри каялла тĕпсакайне кĕчĕ, хупкăчне хупсах хăварчĕ.

Энтри тĕпсакай хĕррине шăтăк чаврĕ, Лявука унта сĕтĕрсе пырса пăрахрĕ те васкаса кĕреçе хыççăн кĕреçе тăпра пăрахрĕ, çине урипе таптаса пычĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

19

Ялсенче тĕрлĕ чирсем сарăлнă пирки шкулти ачасене икĕ эрнелĕхе килĕсене ячĕç. Иркка ĕнтĕ çунатлансах кайрĕ, ирхине ирех апат çикелет те урама тухса чупать, ашшĕ хур йăвинчен туса панă пăркут ярăнчăкне сĕтĕрет. Курак тăманĕ шавласа иртсе кайнă хыççăн ытла та ÿхĕрсе вĕрекен çилсем пулмарĕç, сăртсем çинчи юр лăпланса выртрĕ. Хĕвеллĕ кунсенче ачасене çунапа та, пăркутпа та ярăнма питĕ селĕм — ял вĕçĕнчи сăртран хăлхисенче çил шăхăртса анаççĕ, çырман тепĕр енчи сăрт çинелле пăртакçă ăнтăлса хăпараççĕ те каялла шуса чакаççĕ, хăшĕсем ярăнчăкĕсене тĕреклĕ тытса пырайман пирки пăш та паш сирпĕнсе каяççĕ, кăпăш та çемçе юр çинче кăшкăрашса выртаççĕ.

Иркка килне йĕп-йĕпе таврăнать, тăли-çăпатине кăмакара типĕтет, ытла нумай ярăннипе çанни сем чавса тĕлĕшне çĕтĕлме ĕлкĕрнĕ сăхманне пукан хыçне çакать те пуканне кăмака çумне лартать.

Кĕтмен çĕртен çанталăк çемçелсе килчĕ, кăнтăр енчен вăштăр-ваштăр ăшă çилсем вĕркелерĕç, хирсенче сăрт тăррисене унта-кунта хуратса хăварчĕç, хуралтăсем çинчен сарă тумламсем ÿксе тăчĕç. Ачасем хăйсен ярăнчăкĕсене тĕпĕсем ирĕлсе каясран шурă юр çине ларта-ларта хăварчĕç, урамсенче сиккелеме, пĕрне-пĕри юр чăмаккисемпе перкелеме тытăнчĕç. Иркка Ямшăк Михали çурчĕ умĕнче Вилюка хÿтерсе пыратчĕ, Хĕлле — Хĕлип, çулла — лĕпĕш килкартинчен сиксе тухрĕ:

— Иркка, урăх вăй выляр-ха! —тесе çинçе сассипе кăшкăрчĕ вăл.

— Мĕнлине? —Иркка чарăнса тăчĕ.

— Юртан этем кĕлетки тăвар!

— Пеместĕп, кил! —Иркка Вилюка кăчăк туртрĕ.

Вĕсем виççĕш юр муклашкисене пысăклатса пырса кустарчĕç, иккĕн те, пĕрерĕн те эхлетсе пĕр вырăна çĕклеме тытăнчĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, урам тăрах чупса çÿрекен ытти шухă ачасем те хаваслă вăййа хутшăнчĕç; купи ÿснĕçем ÿссе пычĕ, вара этем кĕлеткин кăкăрĕ пулса тăчĕ. Таçтан виçе патак тупса килчĕç, иккĕшне алăсем тума купа çумне тирчĕç, тепĕр патакне мăй вырăнне кĕртсе лартрĕç, ун çине пуç тăхăнтарса лартмалла. Кĕлеткен пуçĕ патне алă çитми те пулчĕ. Ирккапа Хĕлле-Хĕлип Ямшăк Михалисен килне кĕчĕç те, икĕ пукан илсе тухса, кĕлетке умне лартрĕç.

— Ме, тыт! —тесе пукан çинче тăракан Ирккана ачасем юр чăмаккисем парса тăчĕç.

Иркка кĕлеткен аллисене туса çитерчĕ, пуçне те вырнаçтарса лартрĕ.

Çав самантра лапсăркка çĕлĕк тăхăннă Колякка килсе тухрĕ. Ăна ытла чăркăшса, ашкăнса çÿренĕшĕн ачасем пĕрре тытса хăртнăччĕ, унтанпа ăна амăшĕ урама тухма та чарнăччĕ. Колякка пĕр сăмах та чĕнмерĕ, ачасем хушшинче тăчĕ-тăчĕ те сасартăк юр этеме пырса тапрĕ, йăвантараймарĕ, пĕрре сиксе илчĕ те аллипе çапса пуçне сирпĕтрĕ.

— Ăçтиçук, Варлам чĕппи! — Иркка кăшкăрса ячĕ, вирхĕнсе таракан Коляккана хуса çитрĕ те çурăмĕнчен аллипе тÿнккесе пычĕ.

Аçтан та пулсан тĕттĕм çĕртен тăмана лăпăс-лăпăс вĕçсе тухсан, ăна чанасемпе çерçисем пур енчен те хупăрласа илсе хÿтернĕ пек. ачасем пурте Коляккана тустарма тытăнчĕç, юр чăмаккисемпе персе пычĕç, пĕр ача ăна Варлам çурчĕ умне çитес чухне ура хучĕ те çул çине чикелентерсе яче. Çилленсе кайнă ачасем пăчăр тĕкне тататчĕç пулĕ, анчах хапха умне Матĕрне тухрĕ, ачасен юр кĕлетки патнелле каялла килмелле пулчĕ.

— Атьăр пуçне тепĕр хут лартар, — терĕ Иркка.

— Куçĕсене кăмрăкран тăвар! —Хĕлле-Хĕлип килне чупса кĕчĕ те пĕр ывăç кăмрăк илсе тухрĕ.

Ирккапа Вилюк икĕ пукан çине хăпарса тăчĕç, пуçне çĕнĕрен туса лартрĕç, куçхаршине те, куçĕсене те кăмрăкран турĕç, юр кĕлеткене турпассемпе хырса якатрĕç те, сиксе анса, аяккарах кайса тăчĕç.

— Мĕнле пек? —терĕ Иркка, хĕвелтен хупланса, алă витĕр пăхрĕ.

— Хăрушă курăнать, — терĕ пĕр ача.

— Каснă-лартнă Варлам, — терĕ Хĕлле-Хĕлип.

Ачасем юр этем тавра чупкаласа кăшкăрашрĕç:

— Варлам!

— Усал куçлă!

— Хĕнес Варлама! — çухăрчĕ пĕр ача.

— Хĕнес! —тесе илчĕç темиçе сасă.

Унччен те пулмарĕ, сиккелекен ачасем юр чăмаккисем турĕç, çул çинчен лашасен шăннă тăккаланчăкĕсене пухрĕç, çавсене пурне те кĕлетке çине вăр-вар вăркăтма тытăнчĕç, кĕлеткене патакпа хĕртсе те, урисемпе тапса та илчĕç.

— Мĕн кĕрлетĕр? —терĕ пĕр сасă.

— Варлама тĕп тăватпăр! —сиккелерĕç ачасем.

— Ашкăнса кайрăр-и? Кăтартăп сире! —туйипе хăмсарса, ачасем хушшине чиркÿ старости пырса тăчĕ, юр этеме урипе тапрĕ-тапрĕ — йăвантараймарĕ, кăкăрĕпе пырса тĕртĕнчĕ, хăй те унпа пĕрлех ÿкрĕ, урисене тăратса выртрĕ

Чăл-пар саланса кайнă ачасем ахăлтатса кулчĕç, шăри-шари çухăрчĕç, çаврăна-çаврăна пăхса, Муçука витлесе хăварчĕç:

— Чан çап, Муçук!

— Юр паттăра пытарма пупа чĕн!

Ача-пăча пысăккисем калаçнине хăлхана чиксех пырать, темле хыпар та илтет. Вĕсем урамра пулса иртнĕ пухура пĕтĕм халăх Муçука питлесе кăшкăрнине итленĕ, ăна сăмах калама паманнине те курнă, Муçук ячĕ халĕ шыв çинчи пĕчĕк турпас вырăнне те тăманнине сиснĕ, çавăнпа ĕнтĕ шухă чунлă ачасем унтан хăрамаççĕ. Муçук мăкăртатса утма тытăнсанах, ачасем пĕр харăс такмаклареç:

Муçук каннă Мăркара,

Мăркара та пасара.

Мăкăр вырăнта тăрса,

Мăкăртатса мăрлатса,

Мухтанасшăн илнĕ çак Мăрăлти хура кушак.

Çанталăк ăшă кун ача-пăча тем те хăтланать, чупкаласа кăна çÿрет, пур çĕрте те савăнăç тупать.

— Алсишсене типĕтсе тухар-ха, Хĕлип, — терĕ Иркка, хăйсен тĕлне çитсен, вал шавлă ушкăнтан тăрса юлчĕ.

— Манăн та йĕпе. — Хĕлле-Хĕлип алсишĕсене çапса илчĕ.

Вите çумĕнчи тап-таса юр çине пăхса илчĕ Иркка. Пĕр хура пăнчă та çук, юс йĕрри кăна иртет.

— Хĕлип, пăртак кĕтсе тăр, Эпĕ юр çине çырам-ха, — терĕ Иркка, патакпа хуллен чĕрме тытăнчĕ.

«Юратнă Лисук» тесе саспаллисене шкулта вĕрентнĕ пек кукăртса илемлетнĕ чух çатан хĕрринче Хĕр-Ваçка курăнса кайрĕ.

— Аçу килте-и, Иркка?—терĕ чăм тара ÿкнĕ Ваçка, хăй шиклĕ куçĕсемпе ял çине пăхкалать.

— Вулăсра.

— Лаша килте-и?

— Хамит килтех.

— Халех лашуна витерен кăлар!

— Мĕншĕн, Ваçка пичче?— Иркка шартах сикрĕ. Варлам пек пуянсенчен те хăраман ял пуçлăхĕ Хамите туртса илессĕнех туйăнчĕ ăна, çакна пĕлтернĕ-пекех, Ваçкан хаярланса кайнă куçĕсем выляса илчĕç.

— Хамите эпĕ вулăсра аçуна паратăп. Ан хăра, Иркка. Васка!—тархасласах каларĕ Ваçка, ял варринче такамсем шавланине итлерĕ, килкартине кĕчĕ.

— Мĕн пулнă, пичче?— Иркка витере тумлакан шывпа çурăмне йĕпетнĕ Хамите çавăтса тухрĕ, чĕлпĕрне таçта васкакан Хĕр-Ваçкана тыттарчĕ.

— Яла кулаксем килнĕ. Аннÿ тарса пытантăр,— терĕ те Ваçка Хамите хăвăрт утланчĕ.

— Кулаксем мĕн тăваççĕ?—пăшăлтатса ыйтрĕ Иркка вĕрлĕк хапхана уçнă май.

— Вĕлерме те пултараççĕ, Эсир те тухса ан çÿрĕр, пытанăр!— Ваçка Хамите шак сиккипе чуптарчĕ, çырманалла анса кайрĕ.

— Аннене кайса калас-и?—кăшкăрса ячĕ Хĕлле-Хĕ-лип, анчах ун çинçе сасси Ваçка патне çитеймерĕ.

— Тарар, Хĕлип!—Иркка ăна хулĕнчен ярса тытрĕ те, вĕсем пÿрте чупса кĕчĕç. Иркка вучахри кĕле ăскăчпа ăсса витрене яракан амăшĕ умне пырса тăчĕ те васкаса калама тытăнчĕ:

— Анне, анне! Яла кулаксем килнĕ. Çынсене вĕлермелле, тет. Хĕр-Ваçка Хамите утланса тарчĕ, сана пытанма каларĕ.

— Тепĕр ухмах тупăннă. Лашасăр тăрса юлтăмăр-и?— тимĕр ăскăчпа юнаса, шăл витĕр каларĕ амăшĕ, кĕлне вĕçтерсе, витрине урайне лартрĕ.— Ху кашăка та чипер тытма пĕлместĕн, килти лашана ют çынна тыттарса яратăн!

— Ваçка пичче Хамите вулăсра аттене паратăп, терĕ. Хăйне вĕлересрен тухса тарчĕ вăл,— Иркка, ăнланма пул-

тарайман амăшне çилленсе, йĕрсе ячĕ. — Вĕлереççĕ, анне! Тар! — çухăрса каларĕ те куçне икĕ аллипе хупларĕ.

— Пĕр икĕ пукку вĕреннĕ те ăсланса каннă, шĕшлĕ, хуçа пулса тăнă, лашана та парса янă, — кăмака патĕнче мăкăртатрĕ амăшĕ, — Мана кам вĕлертĕр? Эпĕ камун мар, Наçтук пек, урамри сĕтел çине тăрса кăш кăрман.

— Атте камун пулса кайнă, пăшал та, хĕç те çакнă. Акă тытĕç те сана та, мана та вĕлерĕç. Тар, анне! — Иркка пĕтĕм чунтан каларĕ, тулта тем шав пуррине илтрĕ, чÿречерен пăхрĕ, хулпуççи çине сенĕк хунă çын вĕрлĕк хапха умĕнче тăнине курчĕ. — Кулак килнĕ, анне! —(терĕ Иркка, вилĕм йăтса килнĕ этем киле пырса çитнине туйса илчĕ, хытсах кайрĕ.

— Чăнах-ши? —терĕ амăшĕ, чÿречерен пăхса. — Эсĕ тухса калаç, эпĕ тĕпсакайне сикĕм. Эс пĕчĕк.

Ирккапа Хелле-Хĕлип пÿртрен тухнăччĕ çеç, сенĕклĕ çын питĕ йăваш сасăпа каларĕ:

— Усалли эпĕ мар. Ан хăрăр, ачасем! Эпĕ — катĕркас-сем. Курак Куçми. Манăн Макçи тусăм килте-и?

— Çук, — терĕ Иркка, сасси ачаш пулин те, сенĕклĕ çын патне пыма хăрарĕ.

— Эсĕ кулак-и? —терĕ Хĕлле-Хĕлип, хапха патнелле

пырса.

— Эй, ачам; манран кулак пулать-и? —терĕ хура сухаллă лутра çын. — Манран ан шикленĕр, кунтарах килĕр. Макçи тусăм мĕнле çĕмĕрттерет? Лаша сывă-и, лайăх чупать-и?

— Сывă, — Иркка хапха умне пырса тăчĕ, сенĕклĕ çын чăнах та кăмăллă иккенне ĕненчĕ.

— Аçу манран лаша илнĕччĕ. Эпĕ ăна выçă пирки сутса ятăм, халĕ те лашасăрах пурăнатăп, туянма вăй-хал çитмерĕ. — Курак Куçми сенĕкне юр çине тăрăнтарчĕ те ун çине кăкăрĕпе тайăнчĕ.

— Хамит питĕ лайăх лаша, — терĕ Иркка. Унăн хăрани пĕтĕмпех иртсе кайрĕ, ырă кăмăллă çынпа калаçас килчĕ. — Хамит этем пекех аслă, чи лайăх лашасене те хуса çитет те вăшт кăна иртсе каять.

— Мана, ĕлĕкхи чухăн хуçине, манса кайрĕ пулĕ ĕнтĕ, янавар, — Курак Куçми хурланса пахса илчĕ. — Пĕрре мăйĕнчен ачашласа хăварасчĕ. Паян аçу килет-и, хĕрĕм. Калаçса ларасчĕ.

— Пĕлместĕп, — пуçне сулчĕ Иркка. — Хамит тиха чухне те çаплах ăслăччĕ-и, пичче? — терĕ.

— Хамит ман килтех çуркунне çуралчĕ. Пĕр-икĕ кунтан амăшĕ урине икĕ пĕрене хушшине лектерсе хуçрĕ, вара ăна пусрăмăр. Хамит асап курчĕ, малтан качака сĕчĕ ĕçтерсе ÿстертĕм. Тертре ÿснĕ выльăх ăслă пулать, хĕрĕм.

— Ун чухне те Хамит кĕсьене шăршлатсчĕ-и?—терĕ Иркка.

— Выçă ÿснĕскер таçта та апат шырама вĕреннĕ ĕнтĕ. Эпĕ ăна яланах çăкăр татăкĕ параттăм, вăл çавăнпа шăршлама хăнăхса кайнă.

Курак Куçми татах тем каласа пама хатĕрленнĕччĕ, ял варринче пĕр хĕрарăм хăрушă çухăрса яни илтĕнчĕ.

— Урама ан тухăр! Тарăр, ачамсем,— терĕ Курак Куçми, сенĕкне хулпуççи çине хучĕ те тăкăрлăкпа утрĕ.

Ялта кăшкăрашса ÿхĕрекен сасăсем вăйланса пычĕç. Иркка Хĕлле-Хĕлипе хулĕнчен ярса илчĕ те витене танкăлтаттарса илсе кĕче, кĕтесре выртакан икĕ йывăç каска çине кăтартрĕ:

— Кĕрсе вырт, урусене пытар!—терĕ, хăй тепĕр каска хăвăлне кĕрсе кайрĕ.

Хурама каскасене Макçи çамрăк чухнех Варак шывĕ хĕрринчен илсе килнĕ, тырă хума ырçасем тăвасшăн пулнă, анчах тырри нумай усрамалăх йăтăнман, пысăк ырçасем кирлех те пулман. Пытанмалла вылянă чух Иркка яланах каска хăвăлне кĕрсе выртнă, ăна никам та шыраса тупайман.

«Кулаксем те тупас çук»,— шухăшларĕ Иркка.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

20

Таçта, Йĕлмекассинчен чылаях инçетре, кулаксен пăлхавĕ хаярлăхпа йÿçсе хăпарнă, унăн хыпарĕ Энтрипасар ялне эрнекун, пасарта халăх кĕрленĕ чух, пырса çитнĕ. Чи малтан утă лавĕ çине пĕр кĕреçе сухаллă куштан хăпарса тăнă, ханша кÿлсе тултарнăскер, икĕ аллине чăмăртаса пуçĕ çине çавăрнă.

—Камунсене пушкарма тухрăмăр. Хăш ялта вĕсем нумай?— урса кайсах сĕлекине сирпĕтнĕ вăл, шухăшĕ çыхăнса пыман тĕлте намăс сăмахсем те каланă. Пасар халăхĕ утă лавĕсем тавра кĕпĕрленсе тăнă.

Йĕлмекасси çынии, çĕнĕ пуяна тухса кайнă Антун, хăй çине тырă парăмĕ хунăранпа килне пырса та кĕмерĕ, лашипе ялтан яла чуптарать, хурăнташĕсемпе юлташĕсем патĕнче çĕр каçать, кунти пасара ĕне какайĕ сутма ирхине ирех

çитсе чарăнчĕ. Унăн çуни патĕнче никам та тăрса юлмарĕ, вăл пĕкĕрĕлчĕк лаши сĕлĕ улăмне апат курман пек çăвар тулли çинине сăнаса тăчĕ, утă лавĕ çинче çухăракан куштан çын çине пăхса илчĕ. Антун лашине хăвăрт кÿлчĕ, какайне шăналăкпа витрĕ те çунине тĕкме пекех тăракан халăх айккине пырса тăратрĕ.

— Камунсен ячĕсене пĕлтерĕр! — тесе тепĕр хут хаяр сасăпа çухăрса илчĕ куштан çын, тÿпери сивĕ те хăмăр пĕлĕтсене çилленнĕ пек юнарĕ те утă лавĕ çинчен сиксе анчĕ. Халăх таçтан килсе тухнă хĕрĕнкĕ этем сăмахне хăлхана чикмерĕ, икĕ урам хушшинчи сарлака лапам çине сарăлчĕ, хăраса ÿкни те, хыпăнса калаçни те палăрмарĕ. Сутуçăсем хăйсен таварĕсене мухтаса кăшкăрашма чарăнчĕç. Антун, йĕри-таврари çынсем саланса пĕтнине асăрхарĕ. Хайхи леш куштан, хăй пек хĕрĕнкĕ пилĕк-ултă çынна ертсе, Антун патнелле çывхарчĕ.

— Мĕн туса ларатăн, кĕске сухал? —терĕ ăна куштан этем, çăра куçхаршисем айĕнчен пăхса илсе.

— Кунта шавланине илтрĕм те, ларатăп-ха, — Антун хăраса ÿкрĕ, хутаç тулли укçине те, какайне те çаксем тăпăлтарса илес пек туйăнчĕ.

— Шавлани кăмăла каймарĕ-и, кĕске сухал? Эпир сан пеккипе калаçма пĕлетпĕр, ураран тытатпăр та пуçхĕрлĕ кустаратпăр, — куштан çунана хăрах ÿречинчен тытрĕ те çĕклесе кăтартрĕ.

— Эпĕ кайран çитрĕм, пурне те илтсе юлаймарăм, ырă çыннăм. — Антун ним тума аптрарĕ, малтан çак куштан унпа ăшшăн калаçасса кĕтнĕччĕ.

— Çапăçма е хăна тума? Хăшне килĕшетĕн? Э? —куштан çын халех çапса пăрахас пек пăхкаларĕ.

— Ăнланса çитейместĕп, ырă çыннăм? — Антун тем тума та хатĕр пулнă пек тилмĕрнĕ сасăпа каларĕ, хăй ларнипе кăна уçăлса каймасăр тытăнса тăракан шăналăк çинчен тăма хăрарĕ.

— Пирĕнпе пĕрле Камунсене тÿнккеме пыратăн-и? Пымасан, лашуна тытса илетпĕр. Хăш ялта камунсем нумай?

— Камунсем-и? Йĕлмекассинче нумай.

— Эсĕ унтан-и?

— Эпĕ хам урăх ялсем, унта пултăм. Камунсем алхасса кайнă, халăха вĕри çатма çинче ташлаттарма тытăннă, сывлама па памаççĕ. Акă турă! —Антун сăхсăхса илчĕ.

— Эсĕ пире, кĕске сухал, сăхха персе ан лар! Хана тăвасси пур-и сан? —тин çеç хăйăрпа тасатнă пăхăр сăмавар

пек çуталса тăракан питлĕ куштан этем Антуна мăйĕнчен икĕ аллипе ярса тытрĕ те пуçне пăрса татас пек силлерĕ.

— Пур, ыра çыннăм! — пăвăнса ларнă Антун аран-аран каласа хучĕ. — Ханши ăçтарах тупăнĕ-ши? Укçине хĕрхенмĕттĕм.

— Хамăр тупăпăр! — тесе кăшкăрчĕ пĕр тăрнаккай типшĕм этем, виçĕ-тăватă пĕрчĕллĕ сухалне шăлса.

— Ларар! —куштан кăшкăрса ячĕ, Антунпа юнашар вырăн илчĕ, ыттисем те çуна çине сике-сике ларчĕç.

— Хам ертсе каятăп, — терĕ типшĕм этем. Антунтан тилхепене карт туртса илсе, шăл витĕр шăхăрчĕ.

«Хĕр-Ваçкана та, ыттисене те вĕрентем-ха», — шухăшласа пычĕ Антун пĕкĕрĕлчĕк лаши юр вĕçтерсе юртнă май.

— Камунсем сана та ярса тытрĕç-и? —терĕ Антуна куштан, хăй çăварне карсах анасларĕ.

— Эй, ырă çыннăм, ан та кала ĕнтĕ. Макăрса ярас килет, — Антун хăй ăçтисем пулнине ыйтасран хăраса пычĕ, ÿсĕрĕлсен те каламалла мар тесе чунне хытарчĕ.

— Манăн пытарнă тырра пĕрчĕ хăварми шăлса кайрĕç. Тулса çитнĕ çиллĕме ниçта чикме пултараймастăп. Камунсене çапас та сенĕкпе чикес! — куштан çын нумаях кăлараймарĕ, ларнă çĕртех тĕлĕрме тытăнчĕ.

— Тăпру! — терĕ типшĕм этем, тилхепине Антуна тыттарчĕ те сиксе анчĕ. — Хĕрарăмсем чупкалаччăр, çимелли те, ĕçмелли те пултăр! — сасси çинçешке те хăйăлти пулсан та, хытă кăшкăрма мĕкĕрленчĕ вăл хапха умĕнче.

Вĕсем уçса пăрахнă хапхаран юр вĕçтерсех кĕрсе кайрĕç. Антун лашине вите умĕнче чарчĕ, анчах çуни çинчен анма васкамарĕ, епле пулсан та, ĕне какайне сыхласа хăварасшăн пулчĕ.

— Эсĕ çуна çинче чĕп кăларасшăн-и, кĕске сухал? — кăшкăрса ячĕ куштан.

— Халех кĕретĕп! Халех! —терĕ Антун йăваш сасăпа. Çынсем пÿрте кĕрсе кайсан, вăл какай çинчи шăналăкне йывăç йĕпе ĕмме тирсе тухрĕ, лашине тавăрмарĕ, урхалăхне çеç пушатрĕ.

Антун пÿрте кĕнĕ çĕре ушкăн çын, кĕрĕкĕсене хывса пăрахса, сĕтел хушшине кĕрсе вырнаçма та ĕлкĕрнĕ, варринче куштанни ларать, шурă кĕпин тĕрĕллĕ çухине вĕçертсе янă, хура çăмлă кăкăрĕ курăнать.

— Ме, сып, кĕске сухал! —терĕ те вăл, Антун çине хĕрлĕ куçпа пăхса, курка çĕклерĕ.

— Малашне те пĕрле ĕçмелле пултăр, ырă çыннăм, —

Антун шалт ĕçрĕ. — Пасарта шăнса тăни пĕтĕмпех иртсе кайрĕ, — терĕ.

— Халĕ ĕнтĕ хăвăн хăна тумалла, — терĕ тăрнаккай этем, кăмака умĕнче тăракан хĕрарăма кăшкăрса каларĕ: — йăмăкăм, çуттине тупса кил-ха.

— Аçтан тупам-ха? —илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.

— Эй, йăмăкăм, патша пек çын умĕнче чипер калаç. Çĕр айне анса кай та, туп! Хаклă хакпа тÿлетпĕр.

— Мĕнпе вара?

— Çуллă какайпа, Çапла-и? —типшĕм этем Антун çине тинкерсе пăхрĕ.

— Тÿлĕпĕр, йăмăкăм, — терĕ мĕскĕн сасăпа Антун. Çуни çинчи какайĕ харама каясса чĕри унчченех сиссе илни халĕ ĕнтĕ тĕрĕсех пулчĕ.

— Атя, иккĕн каяр, йăмăкăм, — терĕ те типшĕм çын сĕтел хушшинчен тухрĕ, кăмака умĕнчи яш хĕрарăма хулĕнчен тытрĕ, Вĕсем тухса кайнă хыççăн хăраса ÿкнĕ Антун, хăйне никам та сĕтел хушшине чĕнменнине кура, урай варринчех тăчĕ.

— Т епре сып та каласа пар, — куштанни, ыттисене тĕрткелесе, сĕтел хушшинчен тухса тăчĕ, Антуна курка тыттарчĕ.

— Сире каласа парас тесе, пасарта кĕтсе тăтăм. Ĕçĕр ăнăçлă пултăр, — Антун нумай сыпмарĕ, куркине сĕтел çине лартрĕ. — Йĕлмекассинче камунсем хĕтĕртнипе халăх урсах кайнă, Варлам пуян тыррине туртса илнĕ.

— Варлама çав кирлĕ! —кăшкăрса ячĕ сĕтел хушшинче пĕри. —Вăл ытла çăтă куçлăччĕ, пĕтĕм таврара хай çеç пуян пулма хапсăнчĕ. Ман атте Варак шывĕ хĕррине арман лартасшăнччĕ. Варлам аттене хăй килне хăнана чĕнтерекçи тунă, ай-ай, хăналанă, хăлха чикки панă та арманпа вут тĕрттерĕп тесе сехрине хăпартнă. Вара атте усал Варлампа тытăçас темерĕ, арман лартас шухăша пăрахрĕ.

— Эсĕ вара Камунсене хĕрхенсе тăрасшăн-и? —çиллес пăхса каларĕ куштанни. — Вĕсем Варлам çине кăна мар, пирĕн çине те турта çĕклеççĕ.

Пÿртри çынсем тавлашса кайнă, пурте коммунистсене вăрçса юнанă вăхăтра çамрăк хĕрарăмпа пĕрле типшĕм çын килсе кĕчĕ, кĕрĕк арки айĕнчен сĕтел çине пысăк кĕленче кăларса лартрĕ.

— Халĕ ĕнтĕ эпир, — терĕ вăл хавасланса, — пуçран сĕрĕм тухиччен ханша ĕçме пултаратпăр. Ку кĕленче юлашки мар, тата пулĕ. Тÿлеççĕ чипер тÿлерĕмĕр, çакă кăмăллă çын

çуни çинчен ĕне пĕççи кайса патăм. — Типшĕмми Антуна хулпуççинчен çупăрласа илчĕ: — Ханши санăн, малтан ху курка тĕпне кăтарт!

— Малтан çакă паттăр çынна тав тăвам! —Антун сĕтел умне пырса тăчĕ, пысăк та йывăр кĕленче савăта ярса тытрĕ, икĕ курка тултарчĕç пĕрне куштан çынна тыттарчĕ.

— Пире юратакансем пур. Ку хăех пирĕн хушша пырса кĕчĕ, хăна тума та хытса тăмарĕ. Тавăсъе сана, пасарта паллашнă юлташăм! —куштан хăйĕн куркине Антун куркипе шаккарĕ, пĕр сывламасăр шалт ĕçрĕ те курка тĕпне кăтартрĕ.

Ĕне какайĕ ахалех харама кайнипе кулянса ÿкнĕ Антун икĕ-виçĕ курка сыпнă хыççăн самаях хĕрсе кайрĕ, шавласа ларакан ушкăн хушшине кĕрсе ларчĕ те, чĕлхе чаракне çухатса, ыттисене пÿлсе пычĕ, хăй нумайрах калаçма тытăнчĕ, ăна хăйĕи сасси илемлĕ янăранă пек, шухăшĕ питĕ ăсла пек туйăнса тăчĕ, анчах хăй Йелмекасси çынни иккенне калама юраманнине асран ямарĕ.

— Эсир, ырă çыннăм, Йĕлмекассине манса ан кайăр, — терĕ вăл. — Нумаях пулмасть эпĕ унта кĕрсе тухрăм та, макăрса. ярас килчĕ. Мĕн çеç хăтланмаççĕ унта камунсем?! Пĕлтĕр çара пакартасем Варак шывĕ хĕррине сиксе тухрĕç те хутăра пут тĕртсе çунтарчĕç, турта вăрçи пуçласа ячĕç. Кăçал Хĕр-Ваçка камун хушнипе пуянсене кăна мар, чухăнсене те мăйран пăвса тытрĕç, юлашки тырра пÿлмерен шăлса кайрĕç. Эсир ячĕсене астуса тăрăр: Хĕр-Ваçка, Наçтук, Ямшăк Михали арăмĕ, Шерхулла кĕтÿçĕ. Халĕ Станук Макçи текен апăрша этем те камунсем енне çаврăнса ÿкнĕ, пăшал та, хĕç те çакса çÿрет, яла пăтратать. Паян яла, пырса кĕмелле те çĕмĕрмелле!

Антун нумайччен калаçрĕ, темле те сÿтсе яврĕ, юлашкинчен. Йĕлмекассине епле те пулин инкек пырса кĕртес тесе, ÿсĕр ушкăна йăлăнма тытăнчĕ, паянах пырса, кĕме чĕнчĕ.

— Эсир пымасан, пĕтрĕ вара Йĕлмекасси! —терĕ те вăл, хăйĕн хуйхи-суйхи витĕмлĕ те ĕненмелле пултăр тесе, куççульпех макăрса ячĕ, пуçне сĕтел çине хучĕ.

— Пырăпăр! —терĕ куштанни, типшĕм этем çине хаяр куçпа пăхса хушса хучĕ: —Татах та ханша пур тетĕн эсĕ. Тух та чуп!

— Ĕçсе кăна ларатпăр. Çиесчĕ! — кăшкăрсах каласа хучĕ Антун.

— Эсĕ йĕрсе лариччен çуна çинчен какай илсе кĕр! —

куштанни сĕтел çине чикĕннĕ Антуна айккинчен чышса илчĕ те унтан çапла каласа хучĕ, — Йĕлмекассине çитме пире вăй кирлĕ.

— Камунсене çапма та алăсем тĕреклĕ пулмалла! —терĕ тепри.

Хаяр çухăрашакан çынсем хушшинчен типшĕм çынпа пĕрле Антун та, хулпуççи çине кĕрĕкне уртса, тула тухрĕ, нимле апатсăр юлнă лаши хуралтă хĕрринчен кивĕ улăма туртса тăнине курчĕ, çуни патĕнче йытă хăрлатса илнине илтрĕ.

— Тух! —тесе кăшкăрчĕ те Антун çуни патне чупса пычĕ, шăналăк айĕнче пĕр татăк какай та курмарĕ, типшĕм этем те ханша сутакансем патне нумай илсе кайнă-тăр, чылай вăхăт пÿртре кĕрлесе ларнă чух йытăсем те хăна пулма питĕ чипер вырăн тупнă. Вăл улăм айне ухтарчĕ, хут укçа хутаçне епле те пулин сыхласа хăварас тесе хыпăнса ÿкрĕ, анчах пÿртри ÿсĕр ушкăна ахалех хăварма кирлĕ марри çинчен шухăшларĕ.

— Эпĕ сире халĕ лайăх какай çитерес тенĕччĕ, ĕç тухмарĕ, ырă тусăмсем. Айăпĕ манра мар, —Антун куштан çын умне пырса тăрса пуç тайрĕ. — Леш этем ханшашăн панă хыççăн юлнине йытăсем сĕтĕрсе кайнă.

— Малтанах пĕçермелле пулнă. Хĕрхеннине хĕрлĕ йыт çиет çав, — терĕ пĕри.

— Ним те хĕрхенмерĕç, — Антун ÿсĕр çынсем чĕрре кĕресрен хăрарĕ, сĕтел умĕнче сиккелесе тăчĕ. — Леш этем, ханша илекенни, шăналăка уçса хăварнă.

Типшĕм çын килсе кĕчĕ те сĕтел çине тепĕр пысăк кĕленче лартрĕ, калаçу какай çинчен пынине пĕлсенех, аллине сулса, кăшкăрса ячĕ:

— Ханша та тăрантарать пире, какăртать. Какайне Йĕлмекассинче çийĕпĕр. Эпир ĕнтĕ сана, кĕске сухал, хамăрпа пĕрле илсе каятпăр.

— Эпĕ, ырă çыннăмсем, маларах тухса каям та сире халăх шавĕпе кĕтсе илем, хăна тăвам! — хавасланса каласа хучĕ Антун.

— Чее чăваш иккен эсĕ. — типшĕмми Антуна хулĕнчен ярса тытса силлерĕ. — Мĕн чухлĕ палкаса лартăн, çапах хăв хăш ялтан иккенне каламарăн.

— Хăвалăхсем эпĕ, — Антун, хăйĕн сехри хăпнине ирттерсе ярас тесе, кулкаласа илчĕ. — Тĕпчесе лариччен санăн мана тепĕр курка сĕнесчĕ.

— Куркине парăп та кайран кĕсйÿне ухтарăп. Тен, эсĕ

хав та камун? —тесе типшĕмми Антуна курка тултарса пачĕ.

— Эпĕ ку самана пуçланиччен Сĕве хулинче çăмарта складĕнче ĕçленĕ, пуянах та, чухăнах та пулман, — терĕ Антун, куркине ĕçсе ячĕ те çăварне кĕрĕк çаннипе шăлса илчĕ.

— Эпĕ Хусанта пулнă, Сĕвене кайкаласа çÿренĕ, сан; пек: кĕске сухала пĕрре те курман. Тупата, суять! —кăшкăрса ячĕ типшĕмми.

— Тавлашатпăр-и? — типшĕмми çине сиксе ÿкес пек пăхса илчĕ те çĕлĕкне хыврĕ Антун, шалта аллипе ухтарма тытăнчĕ, пĕр хут туртса кăларчĕ.

— Кай! —терĕ те типшĕмми куштан этеме курка тыттарчĕ. — Чĕрре кĕрсе тăмăпăр, ханша ĕçсе савăнăпăр. Йĕлмекассине каятпăр-и?

— Каяс! —терĕ пĕри, юрлама тăчĕ, анчах сăмах тупаймарĕ, ĕне пек кăна ĕнĕрлерĕ.

— Пырăр! —тесе Антун килкартине тухрĕ. Вăл лашине хуллен урама кăларчĕ, тăкăрлăка пырса кĕчĕ те шăхăрса ячĕ, пуç çинче тилхепине çавăрчĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

21

Кулаксен пăлхавĕн хÿри Энтри пасарне пырса тивнĕ. Куштансен ушкăнĕ пасарти çынсене хаярлатса яма, суя сăмахсем каласа, ăна коммунистсемпе активистсем çине вĕскĕртме шухăш тытнă, анчах халăх суя сăмахсене ĕненмен, утă лавĕсем патĕнчен саланса кайнă, инкекрен айккинелле пăрăнма васканă. Кулаксем унччен чылай ялсенче пулнă, çынсене ытла та хăрушă самана килессипе хăратнă. Нумай ялсем тăрăх çÿресе, чухăнсене те, вăтамсене те вилĕмпе хăратса, пуртă е сенĕк йăттарнă, анчах ултав серепине çакланнă çынсем саланса пынă, ăçта килнĕ унта тарса пытаннă, Таврари ялсенче кулаксем çинчен сиввĕн те тиркесе калаçнă, Антун та ÿсĕр ушкăна ĕненсех кайман, çавăнпа хăй ятне пĕлтермен!, Йĕлмекассине те пырса кĕмен, таçта тарса пытаннă.

Кулаксем, вăрах ĕçсе сĕрлесе ларнă хыççăн, хăшĕсем çуна çине ларса, хăшĕсем юланутпа пасар урамне килсе тухрĕç. Унта вĕсен куçне никам та курăнмарĕ. Чи малта хăла лаша утланнă куштан çын пăшалне ниçта тĕллемесĕр персе ячĕ, çул çине тухрĕ; ыттисем лашисене ун хыççăн хăваларĕç.

Вĕсем нумай кун хушши ĕнтĕ кун çути курман, вĕсен хĕрелсе кайнă куçĕсене сивех мар çил те шывлатать. Çуна çинчисем тĕлĕрсе выртса пычĕç, юланутпа пыракансем тайăлатчĕç. Йĕлмекассине çитме пилĕк-ултă çухрăм юлсан, Катĕркассинчен сиксе тухнă йытăсем, пăшаллă та сенĕклĕ çынсем патне пыма хăраса, инçетрен вĕркелесе тăнă чух, куштан кăшкăрса илчĕ:

— Анкă-минкĕ ан пулăр-ха!

Куштанни хĕрĕнкĕ чухне кăна хăйне паттăр пек тытать, юлашки вăхатра, пуçĕ сĕрĕмрен кăштах тасалнă самантсенче, вăл хăйĕн тусĕсемпе калаçмасть, шăпи вĕçне çитсе пынине, хăйне ăçта та пулин çапса пăрахасса сисет. Вăл çуралнă ялĕнчен усал ĕçпе тухса кайнăранпа темиçе вулăс урлă та каçнă, ытла пысăк ялсемпе станцисем таврашĕнче пулма хăрать.

Катĕркассинчен иртсен, вăл çул çинче хура! мĕлке мĕшĕлтетсе пынине курчĕ, лашине урипе тапса илчĕ те юрттарчĕ. Сăхман çинчен ахаль кантра çыхнă пĕр лутра çын, лаша ури сассине илтсен, чарăнса çул çинчен пăрăнчĕ.

— Ăçталла кайма тухрăн? —терĕ куштан этем, унпа пырса танлашсамах.

— Юмахри пек пулса тухрĕ пурнăç, — терĕ виçĕ юплĕ тимер сенĕкне хулпуççи çине хунă çын, çул хĕррипе утса пырса. — Лаша çук пирки пĕчĕк улăм купи хирте тăрса юлчĕ. Халĕ ĕнтĕ çăлкалатап та çĕклемпе киле качака валли йăтса таврăнатăп. Ăçта каятăн эсĕ? Сунара-и?

— Йĕлмекассине мулкач тытма, — кулса каларĕ куштан çын.

— Мулкачсем Атăл хĕрринче нумай. Вĕсем çуркунне хăва хуппине кашлама юратаççĕ.

Иккĕш калаçма çеç тытăннă самантра ыттисем хăваласа çитрĕç, шавлама тытăнчĕç.

— Ку сÿптĕркке ăçта каять? —терĕ тин çитсе чарăннă типшĕм этем.

— Хире улăм туртма! — кăшкăрсах каларĕ сăхманлă çын.

— Йĕлмекасси инçе-и?

— Сăрт урлă каçсан—кĕпер, унтан вара Йĕлмекасси мăрйисем курăнсах лараççĕ.

— Санăн пуç шавламасть-и? — ыйтрĕ Типшĕмми куштанран.

— Мĕн вара? Пур-и? —терĕ лешĕ.

— Ахаль калаçса çăвар тутине те сая ямастăп,

— Хиртех-и?

— Юр çинче ăшăнăпăр.

Куштанни лаша çинчен сиксе анчĕ те ăна çуна патне çавăтса пычĕ. Çаксем хир варринче ĕçнине тĕлĕнсе пăхса тăман пулсан, çул çинче ăнсăртран усал ушкăна килсе лекнĕ Курак Куçми инкек курас çукчĕ, кăштах кăна утатчĕ те пăрăнса кĕрсе каятчĕ.

Типшĕмми Антун какайĕпе йÿнеçтерсе, усламçăсене хăратса çул çине те пĕр пысăк кĕленче туллиех ханша илсе тухнă иккен.

— Мĕн ых-ых чĕппи тытса ĕнтĕркетĕн? —тесе типшĕмми Курак Куçмине курка тыттарчĕ.

— Ĕçни аван-ши? Кайран хирте шăнса хытмăп-ши? — текелесе илчĕ Курак Куçми.

— Янках яр! —кăшкăрчĕ Типшĕмми. — Эпир сана шăнса хытма памăпăр, ыттисене хытарма пырăн.

— Сып! —Терĕ куштанни.

— Сыпасса сыпăн… — Курак Куçми хăй çине хаяр куçпа пăхакансене курчĕ, ним те калама аптрарĕ, ĕçсе ячĕ.

— Халĕ ĕнтĕ эсĕ пирĕн! Сенĕкне тыт та ут! —Типшĕмми ăна хулпуççинчен; ярса илчĕ, çуна çине йăвантарчĕ.

— Ăçта каям-ха эпĕ сирĕнпе? —терĕ Курак Куçми.

Вăл ÿсĕрсене хирĕçлеме хăяймарĕ.

— Камунсене тÿнккеме! — çухăрса каларĕ Типшĕмми, сăхманлă ырхан çынна пусса выртрĕ те ахăрса кулса ячĕ.

Курак Куçми ку ушкăн ялсемпе çÿрени çинчен илтнĕ, çавăнпа та хăй, путене пек, йытă çăварне килсе лекнине пĕтĕмпех ăнланса илчĕ, ним тума та пĕлмерĕ, хăранипе те шăннипе тăр-тăр чĕтреме тытăнчĕ.

— Йĕлмекассинчи Камунсене пĕлетĕн-и? — темиçе хутчен те ыйтрĕç унтан.

— Йĕлмекассинче эпĕ каччă чухне кăна пулнă, — терĕ вăл ним суймасăр, анчах ăна типшĕмми те, ыттисем те çапкаласа илчĕç, вĕлерсе хире пăрахса хăварассине те хăратрĕç. Ĕмĕрĕнче нихçан та ырлăх курман, çынсенчен хăраса пурăннă мĕскĕн хресчен тарма хăюллă шухăш тупаймарĕ, хыçалтан юр вĕçтерсе пыракан çуна çинче Йĕлмекассине пырса кĕчĕ. Малта юланутпа пыракан куштан, Антун сиксе тухасса кĕтсе, урамра чарăнса тăчĕ. Çеркки умĕнче çынсем тăнине курчĕ те лашине унталла сиктерсе пычĕ:

— Камунсем ăçта? Кăтартăр! —тесе вăл пыр тĕпне хыртарса кăшкăрчĕ.

Çынсем Çеркки лавкки умĕнчен пĕр самантрах çухалчĕç, пахчасем урлă, çуртсен çумĕпе тарса пытанчĕç, Укахви çаратасран

шикленсе, лавкка чÿречине шалтан хăмапа хупларĕ.

— Уç! —терĕ куштанни, чÿречене пăшал кÿпчекĕпе çапса çĕмĕрчĕ. — Эрех пур-и?

— Çук. — илтĕнчĕ шалтан: хăраса ÿкнĕ сасă.

— Камунсем ăçта?

— Хĕр-Ваçка, — терĕ питĕ шăппăн Укахви.

Хăйсене Антун кĕтсе илмен пирки çилленсе, куштан этем кушак та курăнман пушă урамра, чĕлпĕрне кăрт-кăрт туртса, лашине темиçе хут та сиктерсе илчĕ, тарăхса çитнĕ лаши, хуçине хăй çинчен сирпĕтсе хăварас пек, сиккипе кайрĕ, хăй хыçĕнче тăман мăкăрлантарса хăварчĕ.

— Хĕр-Ваçкана тытар! —кăшкăрса ячĕ куштан.

Унăн юлташĕсем, çунисене пăрахса, урамра пулкаларĕç, Хĕр-Ваçка ăçта пурăннине пĕлмерĕç, ыйтса тĕпчеме çуртсене кĕре-кĕре кайрĕç. Курак Куçми пăрахса тарма манса кайрĕ, хăй юратса ÿстернĕ Хамит лашин хуçине—Станук Макçине — шыраса тупма ăс тытса, тĕркĕшÿре Чинук патне кĕрсе кайрĕ те йăваш сасăпа шăппăн ыйтрĕ:

— Ан хăрăр. Мана Станук Макçи кирлĕ, — терĕ.

— Сан тус-и вăл? — тесе кăмака хыçĕнчен сиксе тухрĕ Вирук.

— Питĕ лайăх тус. Эпĕ ăна лаша сутнă.

— Çырмана кайнă çĕрте тăкăрлăк хĕрринче, — терĕ Вирук, хăй сăхманлă çын тухса кайсанах чÿречерен пăхрĕ, йăваш çын сенĕк йăтса утнине курчĕ, çын вĕлерекене хăйĕн куккăшĕ патне çул кăтартса патăм тесе макăрса ячĕ. Чинук, Çеркки лавкки умĕнче пăшаллă çын тăнине курсанах, килкартине чупса тухнă, «Камунсем ăçта? » тенине илтнĕ, пахча хыçĕпе Хĕр-Ваçка патне чупса пынă, пÿртĕнче апат çисе ларакан çынна: «Тар! »—тесе каласа хăварма та хăй кантăр çурăмĕсем хушшине пытаннă.

Темиçе уйăх ĕнте тĕпсакайĕнче пурăнса шурăхса кайнă Энтри яла шăв-шав пырса кĕнĕ чух хăйĕн шăпаллă тĕттĕм тĕнчинчен тухнăччĕ, алăка сăлăп ярса пÿртре пĕчченех апат çисе ларатчĕ. Нумайранпа кĕтнĕ хаяр пăлхав килсе çитрĕ тесе, вăл васкасах урама сиксе тухрĕ, Варлам патне чупрĕ-Варлам хапхи яланхи пекех питĕрĕнчĕк-мĕн. Энтри хапхана чылай тÿнлеттернĕ хыççăн Матĕрне тухрĕ, ним те ыйтса тăмарĕ, хапха уçрĕ.

— Мана Варлам пичче кирлĕ! —тесе кăшкăрса каларĕ те Энтри пÿртелле виркĕнчĕ; сухалĕ шăртланса кайнă пирки Матĕрне ăна паллаймарĕ те.

— Варлам пичче, винтовка пар! —терĕ Энтри шалти пÿлĕмре тĕлĕрнĕ пек татăлса выртакан çынна. —Пăлхав килсе çитнĕ, коммунистсене пемелле!

— Кам вара эсĕ? —терĕ Варлам, минтер çине тайăнса.

— Çерккин аслă ывăлĕ, Энтри. Атте ман пăшала сана

сутса янăччĕ.

— Эх, ачам, ун пек теттене мĕн туса усрам эпĕ? Люшша ăна тахçанах сутса янă, — питĕ лăпкă каларĕ Варлам.

— Люшша ăçта?

— Чишма ялĕнче.

— Эх, халĕ ун ялта пуласчĕ! — Энтри Варлам çине тарăхса пăхса тăчĕ, вăл хăйне çын вырăнне хуманнине, пăлхавра паттăр пулассине шанманнине пĕтĕмпех сисрĕ.

— Люшша мĕн тума кирлĕччĕ халь? — терĕ Варлам, пĕвне йăтса тăма йывăртан каллех выртрĕ, тĕлĕрсе каяс пек куçне хупрĕ,

— Пăлхав-çке, Варлам пичче, — пуçне сулса илчĕ Энтри, — Коммунистсене çаплах ирĕк парса пурăнăпăр-ши?

— Пăлхав тумастăр, пу канелле выл ятăр эсир, —Варлам çаврăнса выртрĕ те мăкăртатса каларĕ. — Каюра Тимахви те пăлхава çĕкленчĕ, хăй йытă çыртнипе вилсе кайрĕ. Халĕ эсĕ ĕнтĕ чупса тухнă, пĕç хушшине хăнкăла кĕнĕ пек, сиккелесе çÿретĕн, пăшал та тытасшăн. Пăс пур та ăс çук сирĕн!

— Коммунистсем майлă мар-и эс, Варлам хуçа? — ыйтрĕ Энтри.

— Халлĕхе çук-ха, майлă мар, эсир, акă, вĕсене майлă ĕçлесе пыратăр.

— Епле? —тĕлĕнчĕ таркăн.

— Совет влаçĕнне тĕкне çăлмалла мар, пуçне татмалла. Кусем, Каюра пеккисем, эрех кÿпсе тултарнă та пăртакшаран тĕкне çăлса хăтланаççĕ, коммунистсем сыхă тăччăр, тенĕ пек.

— Епле апла? Ку пăлхав тĕрес мар-и апла?

— Тĕрĕс мар. Хăвăн пăшална эсĕ халĕ кураймăн, вăл хăй вăхăтне кĕтсе выртать.

— Вара?

— Вара, тен, сан аллуна та лекĕ.

— Халĕ мĕн тумалла вара, алла хире-хирĕç тытса лармалла-и? — хĕрсех кайрĕ Энтри.

— Мĕншĕн хире-хирĕç тытса ларас? Хăвăн тĕпсакайне кай та пĕкĕнсе лар.

— Ăçтан пĕлетĕн эсĕ? —пăшăлтатрĕ хăна.

— Эсĕ пĕр-пĕччен, мар, ăнах пĕлетпĕр ĕнтĕ. Акă мĕн,

халĕ эсĕ çынсен куçне ан курăн. Сана халь палламалла та мар, упа пек çăмланса кайнă.

— Алла, апла, — сиввĕн каларĕ Энтри алăк еннелле çаврăнса.

— Итле-ха, мĕн ятлăччĕ çак эс, Ямшăк Михалин пÿртне кăтартса хăвар, шăннă çинчен вут тĕртсе аллисене ăшăт-чă-р.

Энтри кĕске ăсне питĕ чаплă шухăш çутатса янăн туйăнчĕ. Нимĕн те чĕнмерĕ вăл, Варлам çурăмне пуç тайрĕ те тухса чупрĕ. Хапхаран тухсанах ăна килнĕ çынсем сырса илчĕç.

— Сухал, эсĕ кунтисем-и?

— Кунти мар! —пурте илтмелле каларĕ Энтри, унтан ерипен хушса хучĕ. — Анчах пурне те паллатăп.

— Камунсене кăтарт!

— Меншĕн кăтартас мар? Хавас! Ав лере пĕр кивĕ çурт ларать. Вăл Ямшăк Михали çурчĕ.

— Хăй ăçта?

— Хĕрлĕ Çарта, арăмĕ коммунистсем майлă.

— Краççын туп! —терĕ типшĕмми.

Çынсенчен пытанса пурăнакан ирсĕр чуна тинех ирĕке тухнăн туйăнчĕ. Вăл хăйсен лавккине вĕçсе кĕчĕ, краççын илсе тухрĕ те Михаля пÿрчĕ патнелле виркĕннĕ, кантăк умĕнчен чупса иртнĕ чух пÿртре Михаля арăмĕ чупкаласа çÿренипе курчĕ.

— Алăкне çапса лартăр! — хушрĕ вăл.

Пĕри алăка урлă пĕр хăма çапрĕ, Энтри краççынпа пÿрт çине чашкăнтарчĕ те чĕртсе ячĕ. Вут ташла-ташла пĕренесем тăрăх хăпарчĕ, вăрăм чĕлхисемпе пÿрт çинчи улăма çулăма пуçларĕ.

Вут пĕтĕм пÿрте хыпса илчĕ. Питĕ хисеплĕ ĕç тунă пек, Энтри, пушă краççын савăтне сулкаласа, ерипен урампа утрĕ.

— Пушар! —яла хăрушă хыпар сарăлчĕ.

Урама çынсем сиксе тухрĕç. Хурал пÿрчĕн сарайне темиçен чупса кĕчĕç, пакурсем илсе чупма пикенчĕç, анчах вĕсене килнĕ кулаксем саламатпа çапса салатрĕç.

Хĕрарăмсем витресем йăтса чупкалама пуçларĕç, Наçтук аппа та витре çĕклесе чупать. Çакна курса, Энтрин хура чунĕ урса кайрĕ, вăл киле кĕрсе виçĕ юплĕ тимĕр сенĕк çĕклесе тухрĕ те Наçтук хыççăн виркĕнчĕ.

— Халăх, çăлăр! — Наçтук халăх патнелле чупма тăчĕ, анчах пĕр кулак ун умĕнче лашине чĕвен тăратрĕ. Наçтук

тăкарлăкалла çаврăнчĕ те аслă çул çине чупса тухрĕ. Каялла çаврăнса пăхма та хăрать, хăй хыçенчех Энтри хашкаса чупса пырать. Кунта Наçтук пурнăçĕ хăрушă татăлнă пулĕччĕ, анчах çах самантра сиккипе виçĕ юланут вĕçтерсе килни курăнчĕ. Таркăн салтак сасартăк çул хĕррипе тăсăлса пыракан тарăн çырмана сикрĕ те вĕтлĕхре курăнми пулчĕ.

— Наçтук, ялта мĕскер? — ыйтрĕ чи малтан çитнĕ Шерхулла.

— Кулаксем! —тесе çухăрчĕ те макăрса ячĕ Наçтук.

— Халех! —Шерхулла йĕнер пускăчĕ çине тăрса çĕкленчĕ, яла çил пек кĕрсе кайрĕ. Ун хыççăн юланутлă Макçипе Изотов вĕçсе кĕчĕç. Хăвалăх çулĕпе те икĕ юланут вирхĕнсе тухрĕ, малта пыракан Улангин йывăçсем çинчен пас татăлса ÿкмелле шăхăрса ячĕ.

Урамри çынсем, Йĕлмекассинче те вăрçă пынинчен шалт тĕлĕнсе, пĕр çĕре кĕпĕрленнĕ, хăйсен умнеллех татăкăн-татăкăн вут-кăвар вĕлкĕшсе анать пулин те, пĕр хускалмасăр тăраççĕ.

— Сÿнтерес пулать! —тесе Изотов лашине ялкăшакан çурт еннелле чуптарчĕ.

Шерхуллапа Станук Макçи тепĕр урампа вĕçсе каяс пек хăвăрт пычĕç. Ялтан тухнă çĕрте аслă çулпа пĕр юланут сиктерсе пыни, айккинелле каякан сукмак тăрăх сенĕк йăтнă ÇЫН ЧУПНИ курăнчĕ.

— Кас! —кăшкăрса каларĕ Макçие Шерхулла, çуран çын çине хĕçĕпе кăтартса.

Макçи, чĕлпĕртен пĕтĕм вăйĕпе туртса, утне чарчĕ те сукмак çине кăларчĕ. Лаша сиккипе пычĕ, сенĕклĕ мĕштĕркке çынна хăваласа çитрĕ, иртсе каяс чухне Макçи ăна пуçĕ урлă хĕçпе сулчĕ, пăхса та тăмарĕ, каялла çаврăнчĕ. Макçи-шĕн çынна вĕлерме питĕ йывăр пулчĕ, чĕрине çÿçентерсе ячĕ, анчах вăл Улангин Йĕлмекассинче те вăрçă алхасма пултарни çинчен калаçнине аса илчĕ те хăйне тĕрĕс çын шутне кĕртрĕ.

Вăл, аслă çул çине тухсан, Шерхулла тимĕр кăвак лашипе юнашар тепĕр лаша çавăтса килнине курчĕ.

— Мана питĕ вăйлă та самăр кулак лекрĕ, пăшалпа перĕнмерĕ, кÿпчекĕпе çапса ÿкерме хăтланчĕ. Эпĕ ăна хĕçпе пилĕкĕнчен патăм. Ай, пысăк рехмет Уланкă туса! Вăл пире вĕрентсе пыман пулсан, мĕн пулса иртетчĕ-ши Йĕлмекассинче? Кулаксем мĕн чухлĕ çын вĕлеретчĕç, яла çунтарса яратчĕç пулĕ…

Макçи, пуçне усса, шухăша кайса пычĕ. Лаши хартлатса

сиксен кăна урамра кулаксен виллисем выртнине асăрхарĕ.

Тĕттĕм пуличченех урамра халăх кĕрлерĕ. Ямшăк Михали çурчĕ вырăнĕнче салатса пăрахнă хура пĕренесем йÿçĕк шăршă кăларса выртаççĕ. Вут-кăвара сÿнтернĕ хыççăн, епле кăна шырасан та, çынсем Ямшăк Михали арăмĕн виллине тупаймарĕç, çунса кайнă, кăмрăкланнă та кĕлленнĕ… Арçынсем тискер вилесене пухса пĕр çĕре пăрахрĕç. Çĕрĕпех халăх куç хупмарĕ, уйăх çине пăхса, йытăсем ÿлесе вĕрчĕç.

Тепĕр кун ирхине Изотов хурал пÿртне Çерккипе унăн арăмне чĕнтерчĕ те тÿрех ыйтрĕ:

— Çынсене вĕлерме усрарăр-и таркăн ывăлăра?

— Кама?.. — тĕлĕнчĕç лешсем.

— Хăвăрăн Энтрие?

— Мĕскер эсĕ, Митрий Изотович? Пирĕн Энтри салтака кайни икĕ çул, хăй килсе кĕме мар, çырăвĕ те çук. Курма Кĕркури килсе Кайнăччĕ кăçал.

— Григорий пĕлетĕп. Малтан вăл ман пата кĕрсе тухрĕ, анчах кайнă чух кĕмерĕ.

— Çапла çав, асли килсе Курман. Кĕркури çеç килсе кайрĕ, вăл та срук тухиччен пурăнмарĕ. Анчах, каланă пеккĕн, халĕ ывăлшăн та хута кĕме çук, тен, çынсем чăнах курнă, анчах ман куç тĕлне пулман.

— Юрĕ, кайăрах, — мирлĕ каларĕ ывăннă Изотов.

Çерккипе арăмĕ тухса -кайсан, Улангин чылай вăхăт

шухăша кайса уткаласа çÿрерĕ:

— Каплах çамăл ирттерсе ярас марччĕ, Дмитрий Изотович. — терĕ.

— Мĕн тăвасшăн эсĕ? — ыйтрĕ Изотов.

— Энтри килĕнче нумай пурăннă пек туйăнать мана. Кĕрсе ухтарсан, паллă пулĕ. Ямшăк Михали çуртне Энтри çунтарнă. Ашшĕ, ывăлне пытарса пурăннă кулак, çуртшăн тÿлемелле. Эпир кулаксене çемçе тытатпăр, çавăнпа алхасаççĕ те, — Улангин хурал пÿртĕнчен хăвăрт утса тухрĕ, ула-чăла лашине утланчĕ те хуллен юрттарчĕ.

Çав кунах ял çыннисем ĕлĕкренпе выльăх виллисем пăрахакан, çуллахи вăхăтра мăянлă армути кашлакан вырăнта пĕр пысăк шăтăк чаврĕç, ылханлă масар çине нимле паллă та лартмарĕç.

Станук Макçи Курак Куçми усал пăтранчăка епле пырса хутшăнни çинчен нимĕн те пĕлеймерĕ, Вирукпа Иркка вăл çын хăйне йĕркеллĕ тытни çинчен каласа пачĕç. Макçи

ăнсăртран кулаксем хушшине пырса кĕнĕ мĕскĕн этеме хăех хĕçпе пуç урлă касни çинчен никама та каламарĕ, унăн виллине çуна çине хучĕ. Хамит хăйне пăхса ÿстернĕ хуçине хир варрине туртса тухрĕ.

Станук Макçи сăрт çинче шăтăк чаврĕ, хăй ĕмĕрĕнче пĕрре кăна Пасарта курнă çынна пытарчĕ те тăпри çине юман юпа лартса хăварчĕ. Шăнкăр уяр çанталăкра ун çине чăпар куккук пырса ларать, çынсене вăрăм ĕмĕр сунса авăтать.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

22

Çуллахи хăр çилсем чечексене сăрăхтарса, çулçăсене ĕнтсе янă пекех, кулаксем, Йĕлмекассине пырса тухса, ачасене хăратрĕç, сехрисене хăпартрĕç. Чылаях ăнланакан пулнă Хĕлле-Хĕлипĕн, Ямшăк Михали ачин, пурнăçне ĕмĕрлĕхех амантрĕç. Унччен иккĕн-виççĕн те пĕччен урам тăрăх сиккелесе чупма юратакан ачасем халĕ ĕнте пысăк ушкăна пухăнса çÿреççĕ — Ямшăк Михали çурчĕ таврашĕнче пулса иртнĕ çил-тăвăл вĕсене хăратать.

Акă вĕсем Чинук килне пухăннă. Вирук унччен Хĕр-Ваçкан тăлăха юлнă тăватă ачине куллен савăнтарма тăрăшатчĕ, Нина ятлă пĕчĕк хĕрачипе вылятчĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн ырă кăмăллă чунĕ Хĕлле-Хĕлипе пĕччен хăварма пултараймарĕ: чăмăр пит-куçлă ача Вирука хăнăхса, çывăхлансах пычĕ. Хĕлип мĕнле пулсан та ан ютшăнтар тесе, Вирук хакĕн пĕр кĕпине пăсса, ун валли кĕпе çĕлесе пачĕ, çаннине тĕрĕ тытрĕ,

Ямшăк Михалин çурт-йĕрĕ çунса кайнă хыççăн Иркка Хелле-Хĕлипрен уйрăлма пĕлмерĕ, шăпах çак вăхăтра шкулта вĕренекенсене икĕ эрнелĕх киле янăччĕ те, вĕсене пĕрле выляса çÿреме питĕ майлă пулчĕ.

Хĕлле-Хĕлип ашшĕне нумайранпа кĕтнĕ, манса кайма пуçланă, çавăнпа унăн чĕрине йăпатакан пĕр сăмах кăна — «анне» тени пулнă, анчах çак хаклă сăмах халĕ унăн пĕчĕк те çемçе чĕрине касать. Унăн кама та пулин ачашрах ятпа чĕнес вилет, вара Макçи арăмне «инке», Вирукпа хăйĕнчен кăшт кăна аслă Ирккана «аппа» теме пуçларĕ.

Чинук паян иртенпех сĕтел хушшинче ларчĕ, ачасем тĕр-кĕшнине манса кайсах, Ямшăк Михали патне çыру çырчĕ, çырнине вула-вула хурланнă вăхăтра темиçе хут та кăмака хыçне кайса макăрчĕ. Çырăвĕ инçетри салтак чунне пырса тивмелле пулса тухрĕ. «Михаля!

Пире атте-анне вĕрентнĕ чĕлхе хурлăхăмăр çинчен нимле те каласа параймĕ. Хăвăн тăванусенчен никам та сан патна çыракан пулмĕ тесе шутларăм та, хамăн пĕли-пĕлми чĕлхепе çырса, Йĕлмекасси хыпарĕсене пĕлтерес терĕм. Вуласа тухăн та, чĕрÿ çине хуйхă выртĕ, çÿç пĕрчисене шурă тĕс çапĕ, анчах тĕрĕссине пытарма çук». Вара ялта мĕн-мĕн пулса иртни çинчен тĕплĕн çырчĕ, Михалин кĕрÿшĕ, Каюра Тимахви, çинчен те асăнса хăварчĕ. Каюра Тимахви коммунистсене вĕлерме Хăвалăх ялне ÿсĕрпе пырса çитни çинчен, унта ăна Улангин йытти пырĕнчен çыртса анратни çинчен, вара шанса пăсăлнă Тимахви эрне хушши аташса выртнă хыççăн вилни çинчен çырса пĕлтерчĕ. Çырса пĕтерсен, шухăша кайса ларчĕ вăл: «Пĕр хуйхи çитмен пек, йăмăкĕн

хуйхине те çыртăм-çке, апла икĕ хуйха çын чĕри епле тÿсĕ… » Чинук Каюра çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ те çырăвне çапла пĕтерчĕ: «Эпир çуралнă çĕр çинче чылай юн юхрĕ, Михаля, ун пек çĕр пархатарлă пулĕ. Кунта та савăнăç çитĕ. Чинук».

Вăл çыруне хачăпа касса тунă конверт ăшне чиксен, пÿрт тулли ача-пăчана калаçса ларнă хушăра хапха умне Кăрахъянăн йывăр çуни çитсе чарăнчĕ.

Упăшки вилнĕренпе Кăрахъян патне хăйсен ялĕнчи хĕрарăмсемпе арçынсем пырсах тăнă, пурте Каюра Тимахвинчен юлнă пуянлăха хапсăннă.

— Питĕ хĕрхенсе калатăп, кинĕм. — тенĕ пĕри. — Вулăсрисем çаратса кайиччен япалусене ман пата хур.

— Ах, саншăн ăш хыпать, инке, — тенĕ тепри, макăрса яранçи пек пулса. —Мулна ман пата пытар. Тĕрĕс-тĕкел тăрĕ, ют алла çакланмĕ.

Кăрахъянăн пурне те алăкран кăларса сирпĕтес килнĕ, анчах вăл ялти çынсемпе урлă пулма хăранă. Пурте вĕсем Кăрахъяна мул арчи çинче кăна ларакан харам карчăк вырăнне хуна. Евчĕ карчăкĕсем те йăлăхтарса çитернĕ. Пĕрпĕр арçынна киле кĕртме сĕннĕ.

Кăрахъяна Тимахвирен, пысăк кил-çуртсăр пуçне, ытла нумай мул юлман, юлашки вăхăтра ĕçкĕ-çикĕпе аташса, вăл унта-кунта нумай салатнă. Тимахви пуринчен ытла тимĕр кăвак ăйăра юратнă, сĕлĕпе утă çитерсе, самăр тытнă. Ăна Изотов илсе кайнă та Шерхуллана панă. Чухăн кил-çуртра хĕр пулса ÿснĕ Кăрахъян пуян килĕнче нумай хĕн-хур курнă, ырлăхра тăранса пăсăлман, упăшки килĕнче ĕçе тиркесе

ларман. Халĕ ĕнте унăн умĕнче виçĕ ача пулнă, вĕсене тăлăха юлнă теме çук, ирĕке тухнă тени тĕрĕсрех, мĕншĕн тесен урăх хĕнекен те, хăратакан та пулман.

«Икĕ пÿлме тыррăм пур. Хам пекех чухăнсене парам», — тесе шухăшланă Кăрахъян, тăлăха юлнă ачасене пăхса пурăнакан хăйĕн хер чухнехи тусĕ Чинук патне тырă леçме Йĕлмекассине кайма хатĕрленнĕ.

Кулаксем унăн инкĕшне — Ямшăк Михали арăмне краççын сапса çунтарнине илтсенех, Кăрахъян сасартăках питĕ хытă макăрса янă, ун тавра виçĕ ачи ларнă, вĕсем те макăрнă. Ямшăк Михали килĕнчи йывăр хуйхă çывăх çынна шыраса çÿренĕ-çÿренĕ те Чишма ялĕнчи Кăрахъян патне пырса кĕнĕ, ăшăнма унăн чĕрине кĕрсе ларнă. Ирхине ирĕк Кăрахъян кÿршĕрен пĕр шанчăклă хĕрарăма чĕнсе пынă, вĕсем иккĕн виçĕ пысăк михĕ тулă тултарнă та çуна çине тиенĕ.

— Килте чипер ларăр! — тенĕ вăл ачисене, хăй лаша кÿлнĕ те Йĕлмекассине тухса кайнă.

Вăл ача-пăча шавлакан пÿрте пырса кĕнĕччĕ çеç, ăна хирĕç Хĕлле-Хĕлип чупса пычĕ, аппăшне пилĕкĕнчен икĕ аллипе те хытă ыталаса уртăнчĕ.

— Кăрахъян аппа, анне çук, — терĕ вăл, макăрма пелмерĕ, шăтарас пек пăхрĕ.

— Илтрĕм, — Кăрахъян, Хĕлипе çĕклесе илсе, кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ, тÿссе тăраймарĕ, сасăсăр йĕрсе ячĕ.

— Аннене вутра çунтарнă, — терĕ Хĕлип, аппăшне мăйĕнчен ыталаса.

— Камсем çунтарнă, шăллăм?

— Çеркки Энтри.

— Ман пата пыратăн-и? Эпĕ сана питĕ чипер пăхăп, — терĕ Кăрахъян, ачана урайне антарса.

— Аппа. сирĕн ялта кулаксем çук-и? —ыйтрĕ Хĕлип.

— Çук.

— Пур! —ачасен ушкăнĕнчен сиксе тухрĕ Иркка. — Унта нумай. — тесе кăшкăрчĕ, тем каласа пама хатĕрленчĕ.

— Чĕлхÿ чараксăр сан, — Чинук Ирккана куç хĕсрĕ.

— Аппа, пымастăп эпĕ. — Хĕлип пуçне чикрĕ.

— Унта кулаксем нумай пулнă та вилсе пĕтнĕ. Ан хара, Хĕлип! —Иркка Хĕлип умне пырса тăчĕ.

— Пыратăп, аппа! — терĕ Хĕлип, Кăрахъяна. кĕрĕк çаннинчен пырса тытрĕ.

— Эсĕ вара, Кăрахъян аппа, манса ан кай, Хĕлипе пирĕн пата илсе килмелле, — терĕ Вирук.

— Лашапа илсе килĕп…

— Эй, ачасем! —терĕ Вирук. — Пысăккисене калаçма чăрмантарас мар. Атьăр-ха урама!

Вирукпа пĕрле ачасем те хăпăл-хапăл тумланса тухса кайрĕç.

— Ара, сана алă пама та манса кайнă, Чинук вăртахăм, — терĕ Кăрахъян, хыпăнса ÿксе.

— Ача-пăча тĕркĕшĕнче, Кăрахъян, алă пама мар… — терĕ те Чинук алă пырса пачĕ. — Хывăн та, калаçса ларар кăмăл туличчен.

— Хывăниччен парне пеккине кĕлете кĕртесче.

— Парне тутăр çыххинче кăна пулаканччĕ, Кăрахъян.

— Самани те йывăр, парни те йывăр, – кăвакарнă тути-

сем çине хĕр чухнехи куллине кăларас тесе каларĕ Кăрахъян.

Килкартине кĕртсе тăратнă çуна çинче шап-шурă та тулли михĕсем выртнине курсанах:

— Ай, турă! Мĕн хăтлантăн, Кăрахъян чунăм! —тесе кăшкăрсах каларĕ Чинук.

— Ан шарла! — терĕ Кăрахъян. — Кайран калаçăпăр. Пурне те пĕлсе тунă.

Михĕсене кĕлете çĕклесе кĕресси çăмăл пулмарĕ. Вăйпитти Чинук выçăллă-тутăллă пурнăçра яланхи тĕрекне çухатнă, çавăнпа вăл кĕлет алăкĕ умне икĕ кашта хучĕ те вĕсем тăрăх михĕсене кустарчĕ.

Кăрахъяна иккĕш нумайччен калаçса ларчĕç, савăнăçлă вăхăтсене те аса илчĕç, анчах хурлăхли ытларах пулчĕ, çырура хăй ятне асăнманшăн Кăрахъянăн кăмăлĕ хуçăлнине Чинук сисрĕ. Çавăнпа вăл куççульне шăлса ларакан вăртахне йăпатса калаçма пуçларĕ:

— Эпĕ, Кăрахъян, Михаля патне арăмĕ пирки кăна çыртăм, — терĕ Чинук, — пĕр пуçа пĕр хуйхă çитĕ терĕм, сан çинчен асăнсан иккĕ пулĕччĕ.

— Манăн халĕ упăшка пирки ăш çунмасть, — татсах каласа хучĕ лешĕ. — Тăван пиччем çине ÿкнĕ инкеке хам пуç çине те илесчĕ.

— Çыр-ха, Кăрахъян, çыр! — терĕ Чинук. Çырăва вуласа панăшăн хăйне питĕ айăпларĕ.

— Шухăшсем, Чинук, çĕрĕк çип çăмхи пек, — терĕ пĕрре те кÿрекмен пек ачаш та хурлăхлă кăмăлпа Кăрахъян. — Кăна çаплах яр. Теприне иккĕн хаваслă çырăпăр, сăвăсем те кĕртĕпĕр. Чĕрене пăртакçă лăплантарам-ха.

— Кăшт кăна сан çинчен çырăр эппин.

Чинук сĕтел хушшине ларчĕ, мăкăртатакаларĕ, мачча çине те, Кăрахъян çине те пăхса илчĕ те çырма тытăнчĕ.

— Килте ачасене хупсах хăвартăм. Васкас-ха ман, — терĕ Кăрахъян, ăшĕ çуннă пирки вырăнта лараймарĕ, уткаласа çÿрерĕ.

— Хатĕр! — терĕ Чинук, Кăрахъянпа юнашар ларчĕ те вулама тытăнчĕ.

«Çырăвăма сан пата ăсатас чухне Чишма ялĕнчен Кăрахъян килсе çитрĕ. Хурлăхлă çын хурлăхлине аякран курать. Йăмăкун ылтăн чĕри асап курса та тутăхман. Тÿрех калас пулать ĕнтĕ, Михаля, эпĕ хамăн хĕрĕмпе те Хĕр-Ваçкан тăватă ачипе выçăрах лараттăм. Ман киле Кăрахъян виçĕ пысăк михĕ тулă илсе килчĕ, манăн тĕпсакай пек тĕттĕм пурте çутă кĕртрĕ. Вăл ку яхăнта хуйхă нумай тÿсрĕ… »

Чинук çыру вĕçне тухаймарĕ, пÿрте ачасем тĕпĕртетсе килсе кĕчĕç. Хелле-Хĕлип, алăк патĕнче сиксе илсе, çăпати çинчи юра силлерĕ, сăхманне хывмасăрах Кăрахъян арки çине сиксе ларчĕ.

— Мана юрататăн-им? —тесе Хĕлипе пуçĕнчен ачашласа илчĕ Кăрахъян.

— Питĕ юрататăп-çке, аппа.

— Итле-ха,, Чинук, — терĕ Кăрахъян. — Тата çапла çыр. Кăрахъян пилĕкне авман, пуçне усман, те, пуянлăхшăн çунмасть, ыйткалакан та пулмасть, те, Хĕлипе хăй патне илсе кайрĕ, те.

— Кама апла калатăн эсĕ, аппа? — ыйтрĕ Хĕлип.

— Аçу патне çыру çыратпăр.

Пÿртри ачасем пурте Чинук патне пырса тăчĕç, хăйсенчен те салам -калама ыйтса шавларĕç.

Çырăва тăваткал туса çыпăçтарсан, Кăрахъян Хĕлиппе пĕрле тухса кайрĕ, Чинуксен нумайранпа лаша килсе кĕмен хапхи умне çуна йĕрĕ хăварчĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

23

Йĕлмекассинче çапăçу пулса иртнĕ хыççăн Улангин халăх милицийĕн отрядне вăрçă ĕçне вĕрентрĕ, Изотовпа калаçрĕ, анчах вĕсем иккĕш икĕ тĕрлĕ шухăшларĕç. Улангин Энтрипасарĕнчен килсе тухнă усал вăй ăнсăртран пулман, кулаксем, пысăк пăлхавăра хатĕрленсе, шăл хăйраççĕ, тесе ĕнентерме тăрăшрĕ.

— Ÿсĕр карма çăварсем такам хĕтĕртнипе Йĕлмекассине пырса тухнинчен ним тĕлĕнмелли те çук, малашне те ун пек тамаша килсе тухас пирки халăха хăратма та кирлĕ мар, — терĕ Изотов.

Улангин ку яхăнта текех вулăсра пурăнчĕ, сайра хутран ялне пыра-пыра кайрĕ. Паян акă чылайранпа пуçтарăнса пынă ĕçсене йĕркелеме вăл ял Советне ирех пырса ларнă. Тарăн шухăша кайнă пирки Улангин урамра лаша тулхăрнине те илтмерĕ, алăк уçăлчĕ те Изотов пырса кĕчĕ.

— Çул май сан патăнта пăртак ăшăнса тухас терĕм-ха. — Изотов тимĕр кăмака умне пырса тăчĕ. — Эсĕ темле усал вăйсем сиксе тухасран, коммунистсене, чухăнсене тапăнасран шикленетĕн. Халĕ ялсенче пулкаларăм, Варлам пек пысăк пуянсем те хăйсене лăпкă тытаççĕ.

— Çĕлен яка, анчах унăн сăнни пур, Дмитрий Изотович, — уткаласа çÿреме тытăнчĕ Улангин. — Варлам ăслă та чее. Вăл Каюра Тимахви пек суккăр паттăрла нихçан та сиксе тухмĕ, халĕ урăх, чăн та, вак-тĕвек çапăçусем пулмĕç, епле те пулсан пысăк сăлтав шырĕç. Варлам пек чее пуянсем хăйсем тавра вăй пухĕç.

— Епле ăнланмалла-ха, Гаврил Харитонович? —икĕ аллине те сулкаласа каларĕ Изотов. — Йĕлмекасси çыннисем Варламăн пытарнă тыррине туртса илчĕç, анкартинчи капанĕсене те каçăрăлса ларма памарĕç. Варлам çапах та нимĕн те шарламарĕ.

— Пирĕн халăха сыхă тытмалла, — терĕ Улангин. — Çĕршывра ахăрсах вăрçă пырать. Хĕрлисемпе шуррисем çапăçаççĕ. Çакна Варлампа унăн тусĕсем пĕлмеççĕ тетĕн-им? Вăрçă пирĕн пата та килсе тухма пултарать. Вара Варлам хуçа хăй килĕнче икерчĕ çисе ларĕ-ши е хăй майлă çынсене пăшал тыттарĕ-ши? Çак хăрушлăх çинчен пирĕн халăха кулленех ăнлантарса памалла, чухăнсен вăйне ÿстерсе пымалла.

— Варлама мăйĕнчен ярса тытар-и, тĕкме юпинчен çакар-н? — терĕ Изотов.

— Эпĕ никама та çакасшăн мар, Дмитрий Изотович, — хушса хучĕ Улангин, ăна хулĕнчен тытса. — Варлам таврашĕсем мĕн кăна хăтланмарĕç ĕнтĕ? Ваçка арăмне çĕçĕпе чиксе вĕлерчĕç. Ямшăк Михали арăмне вутра çунтарчĕç, Михаляпа хăйне ним çукран нăрă туса хучĕç, леш вара ялтан тухса тарчĕ. Тихха Натюкĕ Варлам Люшши пирки вилчĕ. Эпир пĕр йĕксĕке те саккун умне тăратман, çапла вара чухăнсен хутне кĕмен.

— Эсĕ аслă та хăюллă çын, Гаврил Харитонович, — Изотов Улангин çине тÿррĕн пăхса илчĕ.

— Мĕншĕн Варлам Люшшине ирĕкре тытатпăр, пĕр хуларан тепĕр хулана сутă тума çÿрететпĕр? — кăшкăрса ярас пек каласа хучĕ Улангин.

Çав самантра пăлтăр умĕнчи пусма çинче такам утни, ĕххĕмлетсе ÿсĕрни илтĕнсе кайрĕ, Туя çине тайăнкаласа, хăрах урине сĕтĕрнĕ пек кăштăртаттароа Тилли Куçми пырса кĕчĕ, хăй чавсисем çине саплăк хунă кивĕ кĕрĕк тăхăннă, пилĕкне пăявпа туртса çыхнă.

— Уланкă шăллăма курас терĕм, — хăранă, пек тытăннă сасăпа каларĕ Куçма. — Чăрмантартăм пулас та…

— Енер каччă пекех çÿреттĕн-çке. Уруна ăçта хăйăртан апла? — Улангин ун пĕвне виçнĕ пек пăхса илчĕ.

— Çамку çине арăму митал лартрĕ-и? —ыйтрĕ Изотов.

— Каласа пама та аван мар, — терĕ Куçма.

— Ма, ара? —ыйтрĕ Изотов.

— Хамăр ял çыннипе кăмăллă пурăнас килет, анчах каласах пулать ĕнтĕ. Каçхине Алтаккин пырса тухрĕ, малтан чиперех калаçса ларчĕ. Манăн сыпмалли те пăртакçă пурччĕ. Кайран вăл, Алтаккин шăллăм, мана мунча пÿртрен сĕтĕрсе кăларчĕ те кăлтăрин-пăлтăрин пачĕ, юр çине çапса ÿкерчĕ, ман çине ларса канчĕ, ватă çурăм шăммине шатăрах тутарчĕ. Ĕлĕк тырă вырнă чухне пилĕк ыратсан, вĕри хăмла çыхаканччĕ те çамăлах иртсе каяканччĕ. Халĕ хăмла шырама тухрăм та Уланкă шăллăм патне кĕрсе тухас терĕм. Эсир Алтаккине ан вăрçăр. Пĕлсен, вăл мана тепĕр хут кăлтăрин-пăлтăрин тума пултарĕ.

— Санăн ĕлĕкхи усаллăхне аса илнĕ ĕнтĕ, — терĕ Улангин. — Хăçан килсе çитнĕ вăл?

— Ĕнер каçхине.

— Унпа курса калаçасах пулать, — терĕ Изотов, кĕрĕк тÿмисене çаклатма тытăнса,

— Манăн хамăн та айăп пур-тăр. Мана каçартăр, чунĕ çине йывăр илсе ан çÿретĕр, — Тилли Куçми алăк патнелле утрĕ, тухса кайнă чух виçĕ хутчен пуçне усса каларĕ: — Ансăртран чăрмантартăм сире. Эпĕ каласа парасшăн марччĕ, сăмах вĕçерĕнсе кайрĕ.

— Уйрăм çынсем пуянсене кăлтăрин-пăлтăрин панипе эпир малалла каяс çук, Улангин юлташ, — каласа хучĕ Изотов. — Алтаккин пек çынсем пирĕн власть ĕçне пăтраштарса яма кăна пултараççĕ. Мĕнлерех çын вăл Алтаккин?

— Алтаккин виçĕ çул хушши патша çарĕнче вăрçăра пулнă. Госпитальтен таврăнма çеç ĕлкĕрнĕ, Тилли Куçми ăна, хăй ывăлĕ вырăнне, каллех вăрçа тытса ярасшăн пулнă. Алтаккин вара ирĕксĕрех таркăн пулса тăнă, арăмĕпе ачи-пăчи выçă ларнă. Алтаккин мĕн пĕчĕк ачаран пуçласах пуян çынна тарăхса пурăннă, халĕ килне таврăннă, капланса çитнĕ çиллине тытса тăрайман ĕнтĕ, çавăнпа Тилли Куçмине çапса янă. Çынсем пĕрерĕн çилленнине халăх çилли туса хурас пулать, Дмитрий Изотович, унсăрăн кулаксем пире пĕрерĕн те, ушкăнĕпе те вĕлерĕç, тиркесе тăмĕç, вак касса шыва та путарĕç, шутра та çунтарĕç. Епле лăпкăн калаçать пуян! Пире халĕ Тилли Куçмисем мар, Алтаккин пек çынсем кирлĕ. Кайрăмăр! —терĕ Улангин, шинельне хулпуççи çине уртса, алăк патнелле утрĕ.

Тулта янкăр уяр, Хĕвел кăвак тÿперен сиксе анас пекех пăхсан та, вĕçекен çерçи персе ÿкмелле сивĕ. Ăшă пÿртрен тухнă хыççăн эххĕм ÿсĕрни те çилсĕр сывлăшра янăраса каять, йывăç турачĕсем çинчен пас ÿкерет. Улангин хĕрсе кайнă калаçăва урамра хускатса ярас темерĕ, çÿллĕ кĕрт çинче вĕрлĕк хапха тăррисем кăна курăнса тăракан киле пырса кĕнĕ чухне хыçалтан пыракан Изотова:

— Куратăн-и, — терĕ, — Тилли Куçминчен тарса çÿренĕ чухне Алтаккин кил-çурчĕ епле юхăнса кайнă, кĕлет тăррине витнĕ улăм та выльăх çăварне кĕнĕ.

— Халăхран пулăшса пулмарĕ-и? —ыйтрĕ Изотов.

— Ăçтан илес-ха? Хăвалăх пуянĕсенчен-и? Юрать-ха, эсĕ вулăсран тăвар патăн, пурăнкалатпăр, хуралтăсем тăрринчи улăма тăвар шывĕпе йĕпететпĕр, ĕнесене усратпăр.

Вĕсем лутра алăкран умлăн-хыçлăн пырса кĕнĕ чухне урайĕнче хĕвел ури сиккелерĕ.

— Килĕрех! —терĕ кăмака çумĕнче хĕртĕнсе тăракан хĕрарăм.

— Алтаккин патне килнĕччĕ те… — терĕ Улангин.

— Эпĕ хам та вăл вăрăнасса кĕтсе ывăнтăм ĕнтĕ. Юмахри Кукша Иван пек çывăрать. Алтаккин! —хытă кăшкăрса илчĕ хĕрарăм.

— Э? —илтĕнчĕ кăмака çинчен сасă.

— Эпир сан пата иккĕн килсе тухрăмăр. Ку — эпĕ, Уланкă Кевришки.

— Килте пĕлтĕрхи çуркуннеренпе çывăрса курманччĕ. Эх, рехет-çке килти кăмака!  Ăнас та килмест. Пĕрре вăранатăп та каллех çывăрса каятăп, — Алтаккин сиксе анчĕ, кăмака хыçĕнчен çара уранах тухрĕ.

— Эсĕ, старик, тарлă ÿт-пÿпе сивве ан тух-ха, — арăмĕ тĕпелтен кивĕ кĕрĕк пырса пачĕ, умне пĕр мăшăр çăм пушмак лартрĕ. —Ачасем ĕçчен, каланине пĕтĕмпех итлеççĕ, хĕл варринче çунашка сĕтĕрсе вăрмана каяççĕ, çапă турттарса килеççĕ. Ашшĕ килнĕ ятпа савăнса, çĕрле сиксе тăрса кăмака хутса ятăм, нумайранпа пухăннă сивĕ сывлăша пÿртрен хÿтерсе кă лараймĕ рăм-х а çапах. Çав шуйттан Тилли Куçми пĕтĕм пурнăçа пĕтерчĕ. Пуçне пултăр! — хĕрарăм урайне сурнă пек турĕ те урине таптарĕ.

— Эсĕ, карчăк, ытла палкаса ан кай-ха, мана çынсемпе калаçма пар, — Алтаккин Улангинпа Изотова алă пачĕ, вĕсене хулĕсенчен тытса кăмака çумĕнчи сак çине лартрĕ. — Эпĕ каçхине яла килсе çитрĕм те, — терĕ вăл, — тÿрех Тилли Куçми патне кĕтĕм. Вăл мана эрех те ĕçтерчĕ, йăпатса та калаçрĕ, анчах сĕтел хушшинче те унăн тилĕ чунĕ сисĕнсе тăчĕ, çавăнпа эпĕ ăна тула сĕтĕрсе кăлартăм, юр çине йăвантарса, кăлтăрин-пăлтăрин патăм. Ун кăкăрĕ çине ларса тапак туртса ăша кантармаллаччĕ те, çумра тапак пулмарĕ.

— Апла, Алтаккин тусăм, ытла çиллес тавăру пулатчĕ, — терĕ Изотов.

— Çав тискер чунсем хушшинче çемçе кăмăллă пулас-ни, Дмитрий Изотович? — сиксе тăчĕ Алтаккин. — Пире çапнă-тăк, пирĕн те çапмалла. Эпĕ ĕнер киле килнĕ чух çула май хамăр приход пупĕ патĕнче пултăм. Вăл мана ĕлĕк тараса чавса панăшăн укçа памаллаччĕ, укçине пама пĕлеймерĕ, манпа пĕрле эрех ĕçсе ÿсĕрĕлчĕ, «Вы жертвою пали» тесе пытару юрри юрласа пачĕ. Коммунистсене пытарнă чухне юрлăпăр ку юрра, тет.

— Эсĕ, Алтаккин, ÿсĕр пуп лĕпĕртетнине итлесе ан çÿре! Чунна ытла ан тарăхтар. — Изотов, ура çине тăрса, аллине Алтаккин хулпуççи çине хучĕ.

— Кала-ха эсĕ, Дмитрий Изотович! —Алтаккин ун умĕнчен пăрăнса тăчĕ. — Мĕншĕн вăл, çÿлти атте чури, «Вихри враждебные» юрламасть?

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

24

Сарлака теттĕм уй-хирте вăрă-хурах мар, çамки çинче шур çăлтăрлă хура лаша çилхи витĕр çил шăхăрать, çуна тупанĕсем юра лекми вĕçсе пыраççĕ. Çак çуна çинче, Хусаналла каякан поезда çитес тесе, Корней Хрисановичпа Варлам ывăлĕ Мĕтри ларса пыраççĕ. Питех те васкаççĕ вĕсем Хусана, унта вĕсен пысăк ĕç тумалла, хăйсем пек çынсемпе тĕл пулса, калаçмалла. Икĕ эрне каялла çеç-ха вĕсем, кăрлач сиввине пăхмасăр, çакăн пекех Хусана васканăччĕ. Ун чухне Корней Хрисановичпа Мĕтри пĕтем чăвашсен çар съездĕнче пулчĕç. Халĕ ĕнте ĕçе тытăнма вăхăт, çавăнпа вĕсен палăртса хунă вăхăта çитмелле.

Пĕр самантрах вĕсем Хура кĕпер патне çитрĕç, кĕр-кĕр туса юлчĕ. вĕсем хыççăн кĕпер айĕнчи тарăн çырма. Кунта ĕнтĕ пĕлтĕр вилнĕ Пракух чунĕ çав кĕрлевĕ çĕклерĕ пулмалла, çавăнпа Мĕтри чунĕ сÿ турĕ.

Урăх нимле сас-чÿ илтмесĕр, никама та хирĕç пулмасăр вĕсем станцие çитрĕç. Корней Хрисанович, çул тăршшĕпе çуна хыçне таянса пынăскер, лаша лапсăркка йывăçсем айне чарăнсанах, çуна çинчен сиксе анчĕ.

—Люшша, вĕçтер каялла! —аллисене хаваслăн çăлкаларĕ те Корней Хрисанович, тăлăпне хывса çуна çине хучĕ. Вара, Мĕтри çине пăхса, пуçне сулса илчĕ. — Пирĕн çул ăнăçлă пулас пек туйăнать, Дмитрий Варламович! Лаша та такăнмарĕ, усал йытă та сиксе тухса вĕрмерĕ, пĕр-пĕр çын та хирĕç пулмарĕ.

— Эсир каланă пек пултăрччĕ, Корней Хрисанович, —-терĕ Мĕтри, вăл та тăлăпне çуна çите хучĕ.

— Чипер çитĕр ĕнтĕ, — тутăрпа çыхса лартнă сăмси витĕр нăйлатрĕ ямшăка килнĕ Люшша. — Телей пултăр, — хушса каларĕ вăл, аллине тăсса.

— Инкек-синкек пулас пек ан сывпуллаш. Эпир тепĕр виçĕ кунтан каялла çитетпĕр. — Корней Хрисанович лав хускалса каясса кĕтмерĕ, кĕрт хĕвсе кайнипе кăшт анчах курăнса ларакан хĕрлĕ чул çурт еннелле утрĕ, çывăрса кайма тытăннă урине çăмăллатма темиçе хут сиккелесе илчĕ.

Вокзал хурал пÿрчĕ пек пулса кайнă. Тĕркĕш халăх хушшинче чарăнса тăрас килмерĕ Корней Хрисановичăн, вăл станци кантурне кĕчĕ.

— Епле пурнăç чупать? —терĕ вăл телеграф аппарачĕ умĕнче сĕнксе ларакан ватăрах çынна. Вăл ĕнтĕ, çак çын, ĕлĕкхи пек виркĕнсе тăрса, хăйне пукан лартса парасса кĕтрĕ, анчах ватă диспетчер хальхинче ун çине пĕрре хăяккăн пăхса илчĕ те, кирлĕ мар çĕртенех пулмалла, телефон тăрăх кăшкăрашма пуçларĕ.

Корней Хрисанович, улпут, çилленчĕ, портсигартан пирус кăларса чĕртсе ячĕ:

— Мĕскер эсĕ кирлĕ мар çĕртен трубкăсемпе ахăратăн? Ватăлса йÿтенĕ пек…

— Йÿтесе кайăн кунта: килеççĕ те тĕтĕм мăкăрлантараççĕ. Паçăр туртрĕç, туртрĕç, то-тово туртрĕç — сывлама та çук, куçсем те касăлса тăратаççĕ.

— Тапак тĕтĕмне ĕмни хуйха пусарать, — терĕ Корней Хрисанович, алăк патĕнчи сак çине ларса.

— Мĕн пусăрăнни унта… Картиш хыçĕнче ÿсекен хаяр тапака перекетлес тесе, мăкпа хутăштарса туртаççĕ, мурсем…

Каласа пĕтереймерĕ диспетчер, шăнкăртатма тытăннă телефон патне туртăнчĕ, трубкăна тытрĕ, итленĕ çĕртенех килнĕ çын еннелле çаврăнса:

— Ăçталла эсир? —тесе ыйтрĕ.

— Хусана.

— Поезд ирхи çук, каçчен пулмасть, — терĕ те, пĕр трубка хыççăн теприне илсе, вĕçĕмсĕр калаçма пуçларĕ.

Корней Хрисановича кичем пулчĕ, вăл перрон çине тухрĕ.

Хĕллехи кĕске куна иртен пуçласа каçчен вĕсем Мĕтрипе пĕрле станци умĕнче уткаласа ирттерчĕç, Хăйсене ĕлĕкхи пек билет пырса парасса та, ăсатасса та кĕтмерĕç, çаннисене татса хăварас пек талпăнса, халăх хушшине кĕрсе кайрĕç. Куçран тĕртсен те курăнми тĕттĕм вокзалта хĕрарăмсем çухăрашни, ачасем макăрни, арçынсем чăвашла та, тутарла та, вырăсла та акăш-макăш ятлаçни илтĕнсе тăчĕ. Билетсем илчĕç, çынсем хушшипе хĕсĕнсе тухнипе, тумтир çинчи тÿмисем тăпăлса юлчĕç. Уçă сывлăша аранах тухса ÿкрĕç вĕсем. Çак самантра пăравус кашлатса çывхарчĕ, шăршăллă çăра тĕтĕмне айккинелле сапаласа, чарăна пуçларĕ. Корней Хрисанович юлашки вăхăтра чĕри чиккеленине манса кайрĕ, чарăнма ĕлкĕрмен вагонсем çумĕпе чикеленсе каяс пек чупрĕ, хăй хыççăн Мĕтри сиксе чупнине илтсе пычĕ.

— Дмитрий! —тесе кăшкăрчĕ, «Варламыч» теме ĕлкĕреймерĕ, вагон пусми çине виркĕнсе хăпарса тăчĕ.

— Чим-ха! —терĕ те алăка хупăрласа тăракан çын ун пичĕ çине хунар çутине тĕллерĕ.

— Билет пур, юлташ! —терĕ Корней Хрисанович.

— Халĕ мана буржуйсем те юлташ теме тытăнчĕç, — терĕ кондуктор, хăй алăк янаххи çумне тайăнса тăчĕ.

— Эпир унпа иксĕмĕр те ялтан, ахаль хресченсем. — терĕ пусма çине сиксе хăпарма ĕлкĕрнĕ Мĕтри.

— Кĕрĕр эппин. Халĕ çынсене палласа илме çук: буржуйсем хресчен пек тăхăнаççĕ, хресченсенчен буржуй пек

тумлисем те пур, — кулкаласа калаçса илче кондуктор, Поезд чарăнса тăмасăрах хытăран хытă кайма пуçларĕ.

Корней Хрисановичпа Мĕтри тĕттĕм вагона кĕрсе кайрĕç. Вагонра çынсем харлаттарса çывăрни илтĕнет.

— Халĕ ĕнтĕ, Мĕтри тусăм, епле пулсан та çитетпĕр, — чăвашла шăппăн каларĕ Корней Хрисанович, унтан хăлхи патнерех таянчĕ те: —кунта ĕç çинчен сăмах ан тапрат, мана атте ячĕпе ан чĕн, — тесе хучĕ.

Ку таврари чаплă арман улпучĕ ĕмĕрĕнче малтанхи хут кăмăлне сасартăках улăштарчĕ, ниçта – ларма та, тĕренсе пыма та май çук тăвар вагонта чăваш сăмахĕсене виçсе, шăкăл-шăкăл калаçса пычĕ, Мĕтри вăл капла калаçма пĕлнинчен шалтах тĕлĕнчĕ. Улпут сăмахĕ мунчалапа пушăт, çăпатапа шĕшлĕ тавра çаврăнчĕ, унтан аякка каймарĕ.

«Ахальтен мар иккен ман атте: арман улпучĕ чее, ах чее! — тесе калать çав», — шухăша кайса пычĕ Мĕтри, хăй ашшĕ Корней Хрисанович пуянлăхĕ çинчен юмах пек каласа панине аса илчĕ. Варлам, никам умĕнче те пуç Тайман пулин те, Корней Хрисановича йĕплĕ сăмах калама хăяйман, унпа калаçнă чухне вăркаса тăракан çиллине пусарса йăпăлтатнă.

«Арманĕнче тăватă чул авăрать, — ăшĕнче калаçса пырать Мĕтри, ыйхă пуснă пуçĕ татăлса анас пек кăкăрĕ çине туртăнать, вăл ăна çĕклесе илет те, каллех чаплă улпут калаçнине итленçи туса, ÿсĕркелесе илет, каллех шухăшĕпе сĕмленет. — Çăм арманĕ ун… ниçта та таврара ун пекки урăх çук; тĕрлĕ тĕштырă валли кĕрпе арманĕ… Çавăнпа атте арманĕ нихçан та улпут арманĕ пек кĕрлесе ĕçлеймерĕ, пĕр чулпа та сайра хăлтăртатрĕ. Шайкка çăнăхĕ сахалрах илнине кура улпут арманне халăх лавĕ-лавĕпе кĕпĕрленсе пыратчĕ. Унта вĕсене апатланма выльăх ăшчиккинчен апат-çимĕç хатĕрлекен столовăй та пурччĕ. Ăçта ман аттен ун пек пуянпа тавлашма. «Эпĕ юман пулсан та, — тет атте, —вăл Шупашкар сăртĕнчен курăнакан тирек пек ларать, ун мĕлки манăн пуянлăха хуплать». Хуплать çав… Хрисанчăн вунпилĕк теçеттин ват юман вăрманĕ, утмăл теçеттин шыв хĕрринчи улăх… »

Корней Хрисанович пуянлăхĕ вĕчĕхтерет пулин те, Мĕтри ăна юратать, вăл Мĕтрие хăйпе пĕрле çÿретни ăна Хусанти чаплă çынсем умĕнче те палла кăларчĕ. Варлампа ывăлĕшĕн ку питĕ пысăк чыс.

«Мула кĕрепенккешерĕн пух, —ăса — мăскалшарăн.

Камра ăс? —Хрисанчра! »—шухăшлать Мĕтри, Корней

Хрисановичпа калаçма тăрать, анчах, утă урапи айне пулнă пек, ыйхă пусать.

— Çитрĕмĕр, Дмитрий Варламович! —вырăсла хавассăн кăшкăрса ячĕ Корней Хрисанович, ăна аяклăрчинчен ачашшăн чышса илчĕ. Вагонран вĕсем васкаса тухрĕç.

— Халĕ ĕнтĕ эпир, Мĕтри тусăм, инкекрен хăтăлтăмăр. Кам та пулин пире буржуйсем тесе хăлха чикки парасран, тумтирсĕр хăварасран сехре хăпнăччĕ, çавăнпа эпĕ мунчалапа пушăт çинчен кăна палкаса пытăм. Лидочка хĕрĕм хваттерне каятпăр, ваннăра çăвăнатпăр, вара ним тĕлĕк те курмасăр çывăратпăр, ыран вара… — вăл алăк умне пырса çитсен шăп пулчĕ, шавласа тăракан салтаксем хушшипе шăвăнса, вокзала кĕрсе кайрĕ.

Вокзалти вал пĕр самант та чарăнса тăмарĕ, чупнă пек хăвăрт урама тухрĕ. Мĕтри кăкăрне сивĕ сывлăш уçăлтарса ячĕ, çерçи пуçĕ пек шултра çăвакан юр пите-куçа канăçлă сĕртĕнет.

— Ха! —терĕ Корней Хрисанович, тăп чарăнса, ун-кун пăхса илчĕ. — Вокзал таврашĕнче тулли пулаканччĕ. Хăйсем çанăран сĕтĕрĕненччĕ.

— Мĕн, Корней Хрисанович? —ыйтрĕ Мĕтри.

— Мĕн пултăр? Ямшăк! Вĕсене те революци çăтса янă-ши? Лере иккен! —хĕпĕртерĕ вăл, юра качăртаттарса утрĕ.

Тăвăр тăкăрлăкра çунасем çинче сĕнксе ларакан извозчиксем курăнчĕç.

— Юртас пек-и? —терĕ те Корней Хрисанович пĕр извозчикĕн хулпуççийĕ çине аллине лап пырса хучĕ.

— Эсĕ мĕскер кунта городовой пек çÿретĕн? — çĕклерĕ извозчик пуçне. — Хăвăн аякпĕрчисене шутлаттарасшăн-и?

— Эсĕ капла çилленессе пĕлмерĕм, ырă çыннăм, — аллине кăкăрĕ çумне тытса калама тытăнчĕ улпут. — Халĕ эпир иксĕмĕр поездран антăмăр та вокзал умĕнчи площаде сиксе тухрăмăр. Пăхатпăр: пĕр извозчик чунĕ те курăнмасть. Ĕлĕк эсир лăк тулли пулаканччĕ, лашасем ташласа тăраканччĕ.

— Эсĕ тĕпсакайĕнче пурăннă-и е вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă? —хăйăлтатакан сассипе харкашса илчĕ извозчик. — Темиçе çул вăрçă пынине те, революци тухнине те пĕлместĕн-и? Пакăлтатса тăриччен кала, ăçталла каймалла?

— Воскресенски урам, 28.

Мĕтрипе иккĕш пырса ларсан, лаша тапса сикмерĕ, пуçне те каçăртмарĕ, лĕпсĕртетрĕ, çуни айккинелле те юр сирпĕнмерĕ.

— Лаша та ĕлĕкхи пек вĕçсе пымасть, —мăкăртатса илчĕ Корней Хрисанович.

— Сан качака утланса çÿрес пулать. Халĕ качакасем урамри йывăçсене кăшлаççĕ те сухалĕпе не вĕçтерсе чупаççĕ, нихăш извозчик лаши те хуса çитеймĕ. Чăн-чăн извозчик лашисене пусса пĕтернĕ. Утă та, сĕлĕ те тупса илме çук. Питĕ тĕкĕнсе çитрĕмĕр. Ларса çÿрекенсем сахал. Эсĕ пур, кăмăлсăр ларса пыратăн.

Кирлĕ тĕле çитсен, Корней Хрисанович извозчика укçа пачĕ, леш кăмăлсăр, ахаль кăна хут татăкĕ илнĕ пек, хăяккăн пăхкаларĕ те каялла лĕпсĕртетрĕ; килнĕ çынсем тĕпсакай çăварĕ пек хуралса тăракан килкартине кĕрсе кайрĕç. Кĕркунне арман улпучĕ Мĕтрие кунта пĕрре илсе килнĕччĕ. Ун чух çĕрле килкарти хуралçи тăратчĕ, килсе кĕрекенсемпе тухса каякансене пуç таятчĕ.

— Шĕкĕр Хусан та шĕкĕ кăшланă пек пулса кайнă, — мăкăртатма чарăнмарĕ Корней Хрисанович, анчах сасси темле хаваслăха кĕтнĕ пек янăрарĕ, вăл тимĕр пусма тăрăх çамрăк çын пек янăраттарса утрĕ, пĕр алăк умĕнче чарăнчĕ, малтан хуллен, тепре хытăрах туртрĕ, вăрахчен итлесе тăнă хыççăн, алăка кисрентерсе тапрĕ. Шалта ура сасси илтĕнсе кайрĕ.

— Кам? — ыйтрĕ хĕрарăм сасси.

— Эпĕ, Корней Хрисанович…

Алăка пĕр карчăк уçрĕ, хăй çывăха пымарĕ, алăри çурта татăкĕпе çутатса, алăк сăнчăрĕ урлă пăхрĕ.

— Лидия Корнеевна килте пулĕ? —терĕ Корней Хрисанович.

— Лидия Корнеевна ку вăхăтра ĕнтĕ пирĕн пек çынпа калаçмасть, уйăх ытла кунта килсе кĕмен, — терĕ те карчăк алăка шалт хупрĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

25

Корней Хрисановичăн ури шăнăрĕсем çемçелчĕç. Мĕтри ăна хулĕнчен тытрĕ, хăй çине тайăлтарса уттарса пычĕ. сасартăк тĕшĕрĕлсе ÿкесрен шикленсе, ăçта та пулин сак пекки шырарĕ, анчах ниçта та тупса пулмарĕ. Çавăнпа вăл пĕлĕтпе çĕр хушшинче каçăрăлса ларакан Сеен-бике минаречĕ еннелле çул тытрĕ, мĕншĕнне хăй те пĕлмерĕ. Ун çурăмне сивĕ тар тапса тухрĕ. Пĕр-пĕр кĕтесрен вăр-хурах сиксе тухас пек туйăнчĕ, хăйсен ура сасси хăйсем хыççăн такам утнă пек илтĕнĕ пуçларĕ. Çитменнине, Корней Хрисанович,

чĕлхине çăтса янă пек, ним те чĕнмерĕ. Çĕрлехи хула урамĕнче инçех те мар пĕр ушкăн çын асар-писер усал çăмахсем каласа юрлани илтĕнсе кайрĕ, Мĕтри сасартăк шăнăр туртнă пек хытса кайрĕ, утайми пулчĕ.

Мĕтри, Корней Хрисановича çавăтса, хĕсĕк тăкарлăкалла утрĕ, тем çине пырса такăнчĕ те таçта аялалла шуса кайрĕ, хăйпе пĕрле тусне те сĕтĕрсе, темле шăтăка персе анчĕ. Чылайччен вĕсем юр ăшĕнче пашкаса выртрĕç.

— Пĕтрĕмĕр, Корней Хрисанович, — каласа хучĕ Мĕтри хăранă сасăпа. — Пуйма килтĕмĕр, вилем тупрăмăр, — терĕ те вăл пĕтĕм вăйĕпе çурăмĕ çине çаврăнса выртрĕ, аран ура çине тăчĕ, хăйсем подвалти лавкка е магазин алăкĕ умне ÿкнине тавçăрса илчĕ.

— Корней Хрисанович, пăх-ха, лавккасем те тахçанах хупăнса тăраççĕ ĕнтĕ, епле юр хÿсе лартнă. Вăйна пух-ха, тухатпăр. — Мĕтри хăй юлташне ура çине тăма пулăшрĕ, çул çине сĕтĕрсе кăларчĕ, хăйсене чикелентерсе янă темле ещĕк çине лартрĕ, хăй те юнашар ларчĕ.

— Вăрра тухнă пек çÿретпĕр. Ырă чун çак вăхăтра Хусан хулинче çÿремĕ, Мĕтри тусăм, — терĕ Корней Хрисанович.

Çав самантра таçтан пĕр пĕчĕкçĕ çăмламас йытă пырса тухрĕ, иккĕшĕн урине те шăршларĕ те кайри ури çине ларчĕ.

— Тепе! —кăшкăрчĕ Мĕтри, анчах йытă, хăрас вырăнне ун умне пырса, малти урисене ярт тăсса выртрĕ.

— Хамăр та хуçасăр йытă пек çÿретпĕр, — терĕ Корней Хрисанович, пуçне усса.

— Ме! —терĕ Мĕтри, хăйĕн чăматанĕнчен кукăль сăмси хуçса илсе ывăтрĕ. Йытă, çÿлелле сиксе, кукăль татăкне хыпрĕ те каллех çынсем умне тăсăлса выртрĕ, çиме тытăнчĕ.

— Пирĕн ĕнтĕ хăрамалли çук, Корней Хрисанович, хуралçă пур, — Мĕтри тăвăлса килнĕ хуйхине пăртакçă та пулин сирсе ярас тесе, сасăпах кулса ячĕ.

— Мана вăй кĕчĕ, чĕре ыратни чарăнчĕ ĕнтĕ, Мĕтри тусăм. Утма та пулать, — терĕ Корней Хрисанович, ещĕк çинчен сиксе тăрса.

— Ăçта кайăпăр? —тĕлĕнсе ыйтрĕ Мĕтри.

— Эпĕ вăй пур чухне Хусанта тĕттĕм тăкăрлăкра ларатăп-и? — хăй хуçа иккенне пĕлтерекен сасăпа каларĕ вăл. — «Подворье» ресторана каятпăр.

— Апла хăтланас марччĕ, хваттере каясчĕ. — Мĕтри ура çине тăчĕ те ăна хул хушшинчен тытрĕ. — Кăвак çутă килес

чухне ресторанра ырă çынсем лараççĕ-и? Хăлха чикки парĕç, тумтире хывса илĕç. Тур сыхлатăр, Корней Хрисанович!

— О! —кăшкăрса ячĕ Корней Хрисанович. — Эсĕ, ачам, ăслине ăслă, анчах ятлă çынсем хушшинче пулсах курман-ха. «Подворье» ресторана нихçан та ăпăр-тапăр пухăн-масть. Хусан илемне кĕртекен çынсем унта халĕ те лараççĕ. Каяр, Дмитрий Варламович! —вăл ĕнтĕ Мĕтрине хăй хул хушшинчен ярса тытрĕ, ăна карт туртрĕ.

Вĕсенчен йытă яхăнне те юлмарĕ, сике-сике Мĕтри аллине темиçе хутчен çуласа илчĕ, ресторанăн пысăк чÿречисем тĕттĕм хула çине çутă сапаланине курсан, çинçе сассипе вĕрсе илчĕ, ăна çак çутă хăратрĕ пулас.

Мĕтри ресторанăн йывăр алăкне кăкăрĕпе тĕксе уçрĕ, Корней Хрисановича аллинчен ямарĕ. Çав самантра йытă та кĕрсе кайрĕ.

— Ăçта пырса кĕнине пĕлмерĕр-и эсир? — çухи хĕррисене ылтăн хăюпа тыттарнă ватă швейцар пĕрре Мĕтри, патне, тепре Корней Хрисанович патне пырса тулхăрчĕ. — Эсир хупахсенче кÿпсе тултарнă та урамра выртса йăваланнă. Халĕ кама та -пулин çаратнă укçапа мухмăр уçасшăн-и, ăçтиçуксем?

— Чим-ха, чим! Эпĕ камне манса кайрăн-и, чĕлхе вырăнне ĕне хÿри çакса ятăм-и? —Корней Хрисанович, çамки тирĕсене пĕрсе, пыр тĕпĕпе кăшкăрса илчĕ.

— Ах, турă каçартăр! — виçĕ хутчен сăхсăхрĕ швейцар. — Ватă куçсем урмăшса каннă. Ой, каçарăр мана, йÿтенĕ ухмаха, Корней Хрисанович, ырă улпутăм. Юрне хамах силлĕп. — Вăл Корней Хрисанович тумтирĕ çинче юлнă икĕ тÿмене вĕçертрĕ, пуставĕпех вăтăрса илнĕ виçĕ тÿме вырăнĕ çине тĕленсе пăхрĕ, анчах пуçне çĕклемерĕ, вара хисеплĕ çынсен тумтирне сыхламалли пÿлĕме ваттине кура мар хăпăл-хапăл кĕрсе кайрĕ.

«Иртсех кайман-ха ман мухтавăм! »—шухăшларĕ Корней Хрисанович хăй ăшĕнче. Тумтире çакма илсе кайнă çын каялла таврăнасса кĕтнĕ май иртсе кайнисем, çиçĕм пек, пуçа пырса çутатрĕç. Вăл, пуян та мухтавлă улпут, чунне ирĕке ярса савăнтарас тенĕ чухне хĕлле Филимон кучерне виçĕ лаша кÿлтеретчĕ, хыçлă çуна çине сарлака бархат палас хуртаратчĕ. Эх, вара виçĕ ут тапса сикетчĕç, Атăл тăрăх çуна вĕçнĕ пек пыратчĕ. Чăлт шурă юра хăй патне çĕклесе илес пек ытарайми пăхакан уйăх çутинче шăнкăравсем янăрани çыран тăрăх шыв пек юхнă чухне

Корней Хрисанович «Из страны, страны далекой, с Волги-матушки широкой! » юрра тăсса яратчĕ, юман та шартлатса çурăлакан сивĕре те тăлăпне йÿле яратчĕ, çапла вара çĕрлехи лăпкă та çап-çутă Хусана пырса çитетчĕ, çак ресторан умĕнче бархат паласне ури çинчен антаратчĕ, кăррăн пăхса, хулпуççисене сиктермесĕр, пусма тăрăх хăпаратчĕ. Ăна кĕленче алăк витĕр курсанах швейцар, çурăмне вĕри шыв сапнă пек, шарт сиксе тăрса, алăка сарлакан уçса хуратчĕ те ун умне вăр-вар тухса, пуçне тайса, хытса кайнă пек тăратчĕ. Вăл, Корней Хрисанович, ватă çынна кĕмĕл укçа ывăтса паратчĕ. Швейцар пуçне пилĕкрен те аял пĕкетчĕ. Тумтир çакакансем ташласа кăна тăратчĕç, вăл каланă ним мар сăмаха пысăк хака хурса йышăнатчĕç. Кун пек вăхăт каялла çаврăнса килĕ-ши?

Пÿлĕмрен швейцар тухрĕ те ун умне пычĕ:

— Тата мĕн, Корней Хрисанович?

— Кăна палламастăн-и? — Корней Хрисанович Мĕтри çине кăтартрĕ.

— Палланă пек те, — иккĕленнĕ швейцар.

— Хывăнтар!

— Йытту пирки мĕнле, хăвалас-и? —çăмламас йытă çине тĕлĕнсе пăхрĕ швейцар.

Мĕншĕнне хăй те пĕлмерĕ улпут, анчах ун чăтма çук çилĕ килчĕ, мухтавĕ хăй патĕнчен шуса кайнине тÿсме пултарайман енне-ши, те улпут мухтавĕ татах пуррине туйса илес тесе, вăл приказ пек çирĕп каларĕ:

— Кунтах юлтăр! —Корней Хрисанович кăкăр кĕсйинчен хут укçа кăларса швейцар енне тăсрĕ. — Янăракан укçа халĕ çÿремест, çилпе килекенни кăна, хут.

Швейцар Мĕтри тумтирне хывса илсенех, Корней Хрисанович алăк пек сарлака тĕкĕр умне пырса тăче, килĕнчен тухнăранпа пĕр талăк иртмен пулсан та, çамки çинчи пĕрĕнчĕксем тарăнланнине, куçĕсем айĕнче хăмпăсем усăнса тăнине курчĕ, арпашăннă çÿçне те якатса тăрас килмерĕ.

«Ватăлатăн-ши эсĕ, Корней Хрисанович? »—тесе хăй ăшĕнче калаçса илчĕ те малалла утрĕ. Ресторанра халăх нумай мар, варринче кăна, темиçе сĕтеле умлăн-хыçлăн лартса тухнă та, çынсем хăшĕ сĕнксе, хăшĕ пуç каçăртса лараççĕ. Корней Хрисанович пăхса тăмарĕ, кĕтесри сĕтел хушшине пырса ларчĕ.

— Тинех канăпăр ĕнтĕ, —терĕ вăл, Мĕтри çине ăшшăн пăхкаласа. — Мĕнле пек кунта? Малтан ÿте-тире ăшăтма сыпкалăпăр.

— Калама та çук илемлĕ кунта, Корней Хрисанович. Чиркÿри пекех, — терĕ Мĕтри.

— Епле илемлĕ тумланнă çынсем лараççĕ. Эсĕ ир енне ресторанра ăçтиçуксем кăна лараççĕ тетĕн. Кунта пурнăç илемне пĕлекен çынсем пухăнаççĕ. Патшалăх малашлăхĕ çак çынсенчен килет ĕнтĕ, çак çынсем — тĕнче тытăмĕ, çак çынсем… Аа… — терĕ вăл сасартăк, тем каласа хурасран çăварне аллипе хупларĕ.

— Мен пулчĕ? — ыйтрĕ Мĕтри, Корней Хрисанович сăнĕ, юнĕ тарнă пек, шурăхса кайнине курсан.

— Нимех те мар, — Корней Хрисанович, вăйран кайса, сĕтел çине чавсаланнă, шавласа ларакан çынсем çине тинкерсе пăхрĕ. — Нимех те мар, Мĕтри тусăм, — терĕ вăл питĕ ерипен. — Хул калакĕ айĕнче чикен чикет. Пăртак эрех сыпсан иртсе каять вăл. — Хăй пĕрмай ресторан варринче шавлакан, черккесем йăтса кăшкăракан çынсем çине пăхать. Унта, хĕрарăмсен ушкăнĕнче, пĕри Айда сăнарлăх. Корней Хрисанович сĕтелсем патĕнче чупкаласа çÿрекен официантсем çине те, ыттисем çине те пăхма пăрахрĕ, вăл хăй хĕрачи пек туйăнакан ÿсĕр хĕре куçларĕ. Акă çак хĕр сиксе тăчĕ, тем каларĕ, ихĕлтетсе кулса илчĕ.

Хура костюм тăхăннă çамрăк çын сĕтел хушшинчен тухрĕ те, черкке тытса хĕр умне пырса тăчĕ.

— Эпĕ илеме юрататăп. Хитре хĕршĕн черкке йăтатăп! — тесе кăшкăрчĕ вăл, мачча çине пăхса, ĕçсе ячĕ, хĕре ыталаса илсе чуптурĕ, унăн çинçе пилĕкне авса, хытăран хытă чăмăртарĕ.

Çав вăхăтра хĕр хура костюмлă çын ытамĕнчен тухрĕ те пĕрлештерсе лартнă сĕтелсем патне хăюллăн утса пычĕ, сĕтел çине кушак пек хăвăрт хăпарса тăчĕ.

— Лезгинку! —тесе çухăрчĕ ÿсĕр сасăпа.

Оркестр, чÿречесене чĕтретсе, «Лезгинка» каласа ячĕ. Хĕр кĕленчесем, черккесем хушшинче ташлама пуçларĕ. Официантсем сĕтел çинчен пĕтĕм савăтсене пуçтарса илчĕç. Хĕр ташлать. Ун ура тупанĕ таран сарлака хура бархат кĕпи унтан та кунтан хумханса хуçăлать, хĕр хура хумсем хушшинче ташланăн туйăнать, кăтралатнă вăрăм çÿçĕ çине хунă мерчен ярăмĕ йăлтăртатни пуçне венчет калпакĕ тăхăннă пек кăтартать. Пичĕ çинче нихçан улшăнми ĕмĕрлĕх сивĕ кулă тăрать.

«Сăнĕпе манăн Лидочка пекех», — чĕри, йĕппе чикнĕ пек ыратса кайнине туйса, шухăшларĕ Корней Хрисанович. Хĕрĕ хăй хваттерĕнче пурăнманни ăна канăç памарĕ. Вăл

татах шухăша кайса ларнă пулĕччĕ, анчах унăн шухăшне Мĕтри татрĕ:

— Корней Хрисанович, хура костюмлă çамрăк çынна, хĕре чуптăвакан яша, палларăр-и?

— Çук, — кăмăлсăр ответлерĕ Корней Хрисанович.

— Епле апла! — куçĕсене савăнăçлăн вылятса калама пуçларĕ Мĕтри. — Вăл пирĕн хуторти кăтра Агей ывăлĕ, Агельский. Астумастăр-и, январь уйăхĕнче, Пĕтĕм чăвашсен съездне пуçланă чух, архиерей служба вăхăтĕнче, чи малта питĕ илемлĕ сăхсăхса тăчĕ?

Корней Хрисанович çакна питĕ лайăх астăвать пулин те, улпутла ĕнĕрлесе çеç ларчĕ:

— Çук, астумастăп!

— Мĕнле астумасăр, — пăшăлтатрĕ улпут кăмăлне чухласа илеймен Мĕтри. — Икçĕр хĕрĕхмĕш полк пирки постановлени вăл сĕннипе йышăнчĕç-çке…

Мĕтри съездра ĕçсене ăшă кăмăлпа аса илчĕ. Хусанти икçĕр хĕрĕхмĕш пехота полкне епле вăйлатса ярса, ăна Совет влаçне хирĕç каякан чи шанчăклă вăй туса хурас пирки çак Агельский питĕ хитре каларĕ, вăл мусульмансен Шурĕ организацийĕ пек пулса тăмалла, терĕ. Мĕтри, хĕрнĕскер, Агельские чи ăслă та шанчăклă çын вырăнне хурса халех ун патне пырса аллине чуптума хатĕр пулчĕ, анчах çак самантра Агельский, ташлакан хĕре алли çине илсе, вĕсен умĕнченех ресторанăн тепĕр вĕçнелле çĕклесе иртрĕ, ÿсĕр халăх кăшкăрашса алă çупни кĕрлесе кайрĕ.

«Çавă, Лида! »— чĕрине шари çурса каларĕ хăй ăшĕнче Корней Хрисанович.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

26

Алтаккин таврăнсан, килĕнче апат-çимĕç пирки сăмах пуçланса кайрĕ.

— Пĕр пăт пек урпа пур-ха. Ал арманĕпе кĕрпе тусан, сая кайнăнах туйăнать. Алтаккин, сан армана кайса авăртасчĕ ăна, вара, пĕчĕккĕн çăмах тукаласан, тутă пулăттăмăр, — терĕ ăна арăмĕ.

— Мĕнех вара, паçăрах каламалла, Эпĕ ăна халех кайса авăртатăп.

— Халех авăртма май пулсан, эпĕ ăна хам та авăртаттăм, кунти армансем çаврăнмаççĕ çав.

— Епле çаврăнмаççĕ?

— Ку таврари арман хуçисем арманĕсене ĕçлеттермеççĕ. Пирĕн пек чухăнсене юри тарăхтараççĕ.

— Инçерех каяс-им апла?

— Тем тумалла. Инçерех кайса пăхсан Темле-тĕр?

— Эпĕ çул çÿреме вĕреннĕ, Варак шывĕ тăрăх каятăп, тен, хăшĕ те пулни авăртса парĕ.

Арăмĕпе çапла калаçса татăлсан, Алтаккин, урпа тултарнă миххе çурăм хыçне хурса, улăхпа Варак шывĕ тăрăх утрĕ.

Сарлака улăх тăрăх çил вĕçтерет, пите сивĕ чĕпĕтет, çанă ăшне кĕрсе хулайне çитет. Алтаккин пĕр арман патне çитрĕ. Шăп тăрать арман. Ампарĕ, пысăк виле тĕмески пек, хулăн юрпа витĕннĕ. Армана çул та хывман, пĕр ансăр сукмак кăна мунча пек пĕчĕк пÿрт алкумĕ вĕçне илсе пырать.

«Кĕрес-ши, кĕрес те мар-ши? »— шухăшлама тăчĕ те Алтаккин, ăшăнмалла кĕрсе курас терĕ.

Пĕчĕк пÿртре ĕлĕк мелник пулнă, халĕ хурал вырăнне юлнă шур сухаллă çын çăпата туса ларать.

— Ман килес! Мĕскер шăппăн ларатăр? Арман чулĕ кăлтăрин-пăлтăрин çавра ямастăн мĕн? —терĕ Алтаккин, çурăм хыçĕнчи миххе сак çине лартса.

— Килех, Алтаккин. Сукмак Такăрлатса çÿретĕн…

— Мĕншĕн çав таранах юрпа хупланса лартăр?

— Çынсем килмеççĕ.

— Хуçисем хапăл мар, теççĕ пулас?

— Хуçисем те хапăлах мар çав. Çавăн пирки ларатăп çакăнта упа пек пĕр-пĕччен.

— Çак тиеве ăçта авăртма пулать-ши?

— Ал арманĕпе килте кĕрпе тума пулать, кĕрлеттер кăна.

— Пăтă çиес килмест, пĕлĕмне тутанса пăхасчĕ, Кирле пичче.

— Ытла пуян иккен эсĕ!

— Чухăнах мар, çавăнпа çуран çÿретĕп.

— Пирĕнпе кÿршĕллĕ арман та авăрмасть, лерелли те шăпăрт ларать; Варлам арманĕнче кавăсĕ те типсе ларнă. Унталла вара Якур арманĕ те авăрмасть, — пÿрнисене хуçса шутлама пуçларĕ арман хуралçи.

— Аплах-и вара? Улпут арманĕ ыттисенчен йĕркеллĕрех пулакан, вăл авăртать пулĕ, э?

— Улпут арманĕ пирки пĕлейместĕп, вăл, ĕлĕкхи улпут, ялти çĕнĕ пуянсемпе пĕр каварлăх мар-и, тен.

— Ку арман хуçисем пурте килĕшсе арманĕсене чарнă-и вара?

— Çапла пек туйăнать.

— Тьфу! Шуйттан кĕвентисем! Арман чулĕ вырăнне вĕсене хăйсене кăлтăрин-пăлтăрин памалла!

— Парас текенĕсем нумай, анчах параканĕ çук.

— Уттарас пулĕ, авăртас пулать ĕнтĕ çакна. Ыран çиме те нимĕн те çук. Сывă пул-ха, Кирле пичче, тен, улпут арманĕнче авăртаймасан, таврăннă чух сан патăнта авăртса илме май килĕ.

— Ун пек япала тĕлĕкре пулма пултарать. Сывă пул-ха, чипер кай.

Алтаккин пĕчĕк пÿртрен тухрĕ.

Икĕ-виçĕ çухрăмран шыв арманĕсем вĕçрен ларса тухнă, Кашни арман патне Алтаккин çывăхах пырса çаврăнчĕ, армансем пурте шăп кăна лараççĕ.

«Ним те мар, сăрт урлă тÿрĕ çулпа тÿрех улпут арманне каяс, вăл йĕркеллĕрех хуçа», — çапла шухăшларĕ те Алтаккин, сăрт урлă каякан тÿрĕ çул çине пăрăнса, ăнтăлса утрĕ. Кăнтăрла иртнĕ тĕле Алтаккин улпут арманĕ патне çитрĕ. Хĕрлĕ тăрăллă икĕ хутлă чул çурт, икĕ еннелле çунат сарнă пек, икĕ тарман хушшинче ларать. Юман вăрмана пас тытнă, шурă чĕнтĕрпе витнĕ тейĕн. Арман чулĕсем çаврăнса ташă кĕвви каланă савăнăçлă кĕрлевне арман ампарĕ чĕтренсе тăмасть, вăл шурă калпак тăхăннă та хăй алăкĕ патне пыракан юр хÿсе кайнă çул çине куç айĕн пăхса ларать, йĕри-тавра шăп. Пĕр йытă хамлатса сас та илтĕнмест. Ниçта та пĕр çын чунĕ курăнмасть. Ыйтасчĕ Алтаккинен, никама курмасăр вунă çухрăм утса килнĕ çулпа çаплах, ĕç кăлармасăрах, каялла утмалла-ши вара? Канма тесе миххе çĕре хучĕ те ассăн сывласа яче. Çÿллĕ вырăсла хапха хыçĕнче, улпут килкартинче, лаша тулхăрса илни илтĕнчĕ.

«Килкартинче çын пурах ĕнтĕ», — шухăшларĕ Алтаккин. Миххине хул айне хĕстерчĕ, хапха патне пырса шăтăк тупрĕ те хăрах куçĕпе пăхрĕ. Килкарти (варринче Корней Хрисанович улма-чăпар лашана чĕлпĕртен тытса тăрать. «Мĕскер хăтланать ку улпут? Тарçисем ăçта кайса кĕнĕ вара? »— тĕлĕнчĕ Алтаккин.

Улпут лашине сÿсмен тăхăнтарчĕ, хыçлă çунан турти хушшине кĕртсе тăратрĕ. Пĕккине хурсан, чĕн чÿлĕкне туртса хытарма тăчĕ. Тăн-тăн хатĕрсене вăйлă, та пĕлекен алăсем тыткалани кирлĕ. Турткăларĕ-турткаларĕ улпут, чÿлĕкне хытарса çыханмарĕ, урипе тапса çыхма тăчĕ — ури çĕкленмест.

— Корней Хрисанович, — терĕ хапха уçса Алтаккин. — Мĕскер хăвах тăрмашатăн?

— Никам та çук ман патăмра, — терĕ Корней Хрисанович, хапха еннелле çаврăнмасăр,

— Хам кÿлсе парам, —терĕ Алтаккин, ун патнелле утса.

— Ăçталла кайма тухнă çын эсĕ, хăш ялсем? —ыйтрĕ улпут, Алтаккин çине пăхса.

Алтаккин, ăна-кăна сисме вĕреннĕ çын, кÿлнĕ лашапа, тен, килнелле ларса кайма май пулĕ тесе шутларĕ.

— Эпĕ çармăса канса килтĕм, Атăл леш енне, унта виçĕмçултанпах тырă илмелли пурччĕ, халĕ килелле утатăп. Хăвалăх ялне.

— Пире апла çула май.

— Эсĕ тата ăçталла?

— Эпĕ вулăса каятăп, Изотов патне.

— Э, пĕлетĕп… Апла чăн та çула май. Сана, улпут, лаша тытса пыма килĕшÿсĕр, ларкăч çине хам ларас мар-и?

— Çынна ырă тума эпĕ яланах хатĕр, ларса пырсам.

Хапхине уçма улпутăн ватă куккăшĕ тухрĕ. Улма-чăпар ут хапхаран вашлатса тухнă чух ватă çын сăхсăхса юлчĕ. Пушă та лăпкă шурă уйра юр хумлăн-хумлăн выртать, сăртсем çинче йăлтăртатать, путăксенче çутă кăваккăн курăнса каять. Кайăк та çук, хирĕç пулан та.

— Хăвалăх çынни, эсĕ юрлама ăста-и?

— Ăста, улпутăм.

— Ытла кичем, юрласа парсам пĕр юрă.

— Эй, эй! — тĕвĕлерĕ Алтаккин çул варринчен кăшт айккинелле пăрăн а пуçланă лашана, вара ларкăч çине айккăнрах ларчĕ те юрласа ячĕ.

Алтаккин юрланă май Корней Хрисанович шухăша кайрĕ. «Урăх тырă юлман, шырăр, тетĕп, — тутисене сиктеркелесех шухăшларĕ вăл. — Пултаратăп çав эпĕ! Чăвашсен сьездĕнче: «За сословное земство! »—тесе пĕтертĕм сăмахăма, мана пурте алă çупрĕç. Чăн та, мĕскер-ха Изотов мана контрибуципе аптратать. Вĕсем маншăн власть мар, саккунсăр пырса ларнă çынсем! Совет, совет теççĕ… ăçта вĕсем? Пĕр Хăвалăх ялĕнче ял Совечĕ пур, пер хăрах ураллă çын Йĕлмекассинче Совет пекки тукаланă ĕнтĕ. Совечĕ те хăрах ураллă, Урăх ялсенче халĕ те земствăна пăхăнакан старостăсем чиперех лараççĕ. Кĕрешÿ кирлĕ, кĕрешÿ! Икçĕр хĕрĕхмĕш полка тăвасах пулать. Шуро тĕрĕс тунă, пире те хĕçлĕ-пăшаллă вăй кирлĕ… Тата, тĕрĕс йышăнчĕç, вырăс пупĕсем вырăнне чăвашла пĕлекенсене лартмалла, чиркÿре

ÿкĕт сăмахне чăвашла калаччăр… Вулăс чиркĕвне хамах илсе килĕп-ха чăвашла пĕлекен пуп… Каялла таврăннă чух Варлам патне кĕрсе тухмалла пулĕ, эпĕ каланисене туса пырать-и вăл… Ăслă çын… Çăвара карса çÿремест, ĕçне тĕплĕн туса пырать». Юрă пĕтес умĕн Корней Хрисановичăн шухăш çăмхи татăлчĕ. Алтаккин пăрăнарах пыракан лашана çул Варринелле туртрĕ те юррине вĕçлерĕ:

Сарă кĕрĕк тăхăнтăм:

Йÿле ятăм — вĕçкĕн терĕç,

Тÿмелерĕм — мĕскĕн терĕç,

Епле юрам çынсене?..

— Тĕрĕс юрлатăн, ямшăк! — терĕ улпут, кăшт малалла ÿпĕнсе. — Арманăма авăрттарса — пуятăн, теççĕ, чартăм та — саботаж, теççĕ. Акă халь, килте лăпкă кăна ларас чухне, сĕтĕрĕнсе кай ĕнтĕ…

— Мĕншĕн чĕнеççĕ вара? — ыйтрĕ Алтаккин.

— Тем парсан та, сахал вĕсене. Юр ÿксен пилĕкçĕр пăт илсе кайрĕç, халĕ тата… — Каялла çаврăнса пăхнă Алтаккин асăрхайман пирки улпут хăй сăмахне каласа пĕтереймерĕ: çуна, сулăнка кайса, çул хĕрринчи тугенатана хытă пырса перĕнчĕ те айккăн тăчĕ, улпут юр ăшне пуçхĕрлĕ чикеленсе юлчĕ.

— Трр! —Алтаккин сиксе анчĕ, лашине чарчĕ, мăйне пăрса турта çумне çыхса лартрĕ те юр ăшĕнчен тухаймасăр выртакан улпут патне чупрĕ.

— Эй, улпутăм, вăхăтсăр кăлтăрин-пăлтăрин карăн! Тăр!

— Начар ямшăк эсĕ, лаша тытма пĕлместĕн. Филимон тройкăпа та мана нихçан çапса хăварман капла, — терĕ улпут, çуна патнелле утса.

— Каçар ĕнтĕ, пĕрре анчах тухса ÿкнипе çырлахсан аванччĕ, — терĕ Алтаккин, ларкăч çине ларса.

Халăх çурчĕ умĕнче лашине ытти лашасемпе юнашар кăкарса, улпут крыльца патнелле виçĕ-тăватă утăм турĕ те Алтаккин еннелле çаврăнчĕ.

— Итле-ха, Хăвалăх çынни, кĕр-ха манпа пĕрле. Улпут патĕнче пултăм, тарçи-мĕнĕ никам та çук унăн тесе кала Изотова…

— Хавас, кĕретĕп, — терĕ Алтаккин.

— Кĕме ирĕк парсамăр, Дмитрий Изотович, — йĕркеллĕ каларĕ улпут, алăка уçса.

— Кĕрĕр! —терĕ Изотов.

Алтаккин улпут хыçĕнчен йăпшăнса кĕчĕ те алăк патĕнче çĕлĕкне хывса тăчĕ, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ: ун умĕнче, пысăк пÿлĕм варринче, çавра сĕтел ларать, çине хăмач витнĕ. Сĕтелĕ çинче хутсем, ручкăсем, чернил. Сĕтел хушшинче хăйĕн яланхи кивĕ кĕске кĕрĕкне тăхăннă Изотов ларать, вăл чавсаланнă, малалла ÿпĕннĕ те, пĕр сăмахпа те çĕре ÿкерес марччĕ тенĕ пек, яка хура костюм тăхăннă илемлĕ çамрăк çын çине тинкерсе пăхать. Çамрăк çын сĕтел пуçĕнче тăрать,, аллипе сулмаклăн сулса, питĕ ĕненмелле калать. «Кам-ши ку? —шухăшларĕ Алтаккин. — Вăрçăра пулнăскер пулмалла, е ача чухне ытла пуçтах пулнă: çамки çинче суран йĕрри пур. Хăй ытла илемлĕ, çÿçĕ те кăтра… »

— Калатăп сире, Дмитрий Изотович, эпĕ урăх политика ĕçне те вăрçă ĕçне те хутшăнмăп. Çитет, тăрантрĕ. Хамăн юлашки ĕмĕре лăпкă пурăнса ирттерме ирĕк парсамăр. Ялта пурăнатăп, суха тăватăп…

— Шанмах май çук çав, Агельский.

— Акă! — терĕ Агельский, пиншак кĕсйинчен револьвер туртса кăларчĕ те Изотов умне хучĕ. — Сдаю оружие! — хушса хучĕ вăл вырăсла. — Манăн урăх нимĕн те çук. Тен, эпĕ большевиксен партине кĕме те заявлени парăп.

Корней Хрисанович пултаруллă та ăслă хуçа шутланнă пулсан та, хальхинче ун айванла пулса тухрĕ. Агельский сăмахĕсене илтсен, вăл сивĕ тытнă пек чĕтреме пуçларĕ, Агельский большевиксен партине кĕрес пирки сăмах тапратсан, Корней Хрисанович тÿссе тăраймарĕ, хăй ларнă юман пуканне çĕклерĕ те Агельский патнелле виркĕнсе пычĕ.

— Сутăнчăк!

Агельакий кĕтмен çĕртен таçтан тепĕр револьвер, туртса кăларчĕ те улпута тĕллерĕ:

— Каялла! —терĕ вăл офицерла.

— Эсир ăна «каялла», милостивый государь, эпĕ каялла чакаканни мар! — тесе Корней Хрисанович пĕтĕм вăйĕпе Агельские аллинчен пуканпа çапрĕ.

— Ой! — ахлатса илчĕ Агельский, аллинчи револьверне сĕтел çине ÿкерсе. — Тилпĕрен çирĕр-им, улпут? Револьвере авăрламан, каялла чакма вырăн çук пирки сире тĕл-лерĕм… эсир ман алла амантрăр.

— Сутăнчăка çав кирлĕ! —çилленнипе куç айĕсене чĕтретсе çухăрчĕ Корней Хрисанович.

— Айван, — йĕрĕнсе тутине пĕрчĕ Агельский, амантнă аллине чăмăртаса, сĕтел енне таянчĕ.

— Улпут айăплă мар, вăл сирен чеелĕхе ăнланаймарĕ, — терĕ Изотов.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

27

Кăнтăрлахи ăшăра хуралтăсем çинчен тумла ÿке пуçласан, ирĕлекен юр шăршипе пĕрле сывлăша çĕр шăрши çĕкленет. Анчах кăшт кăна: çĕр ĕçне ĕçлесе курман çын ăна чухласа та илеймĕ-ха, çĕр шăрши хушăран çеç лăпкă çилпе сăрт çамкисем енчен туртăнса килет, Çутçанталăк вăранма пуçланине чи малтан хура курак туйса илет. Акă вăл, йăлтăр хураскер, ăшă енчен хĕл каçса таврăнчĕ те, çирĕп сăмсипе йывăç турачĕсене хуçа-хуçа, йăва тума пуçларĕ. Хресчен çыннин те чунĕ вăранчĕ, уй-хир ĕçĕсем пирки шутла пуçларĕ: «Çĕр пирки кăçал мĕнле пулĕ-ши? »— тесе шутлать кашни çын. «Хамăр алла илейепĕр-ши е каллех пуянсен аллинче юлĕ-ши? » Çĕре çĕнĕ закон тарăх валеçес пирки ыйту тухса тăчĕ, çавăнпа паян вулăсри Советра нихçан пулса курман пуху пулмалла. Ку пухăва çынсем «Аслă пуху» тесе ят панă, мĕншĕн тесен унта паян вулăса кĕрекен пур ялсенчен те икшер-виçшер çын пулмалла. Ку çынсене ял халăхĕ шанса суйланă, вĕсен ячĕ те пур, çĕнĕ ят — депутат.

Уçка ирхине кăвак çутăпах лаши патне тухрĕ, ама шăварса апатларĕ. Лаша кÿлме тăнă çĕре, йывăç урипе кăчăр-качăр юра çухăртса, Ваçка çитрĕ.

— Уçка, — терĕ. вăл хапхаран кĕрсенех. — Çемук пуçтарăнать-ши?

— Çемук çуранах утрĕ вăл, — терĕ Уçка.

Тухса кайма хапхана уçсан, вĕсен тĕлне Иркка чупса çитрĕ:

— Уçка пичче, мана лартса кай-ха, —хыпаланса каларĕ вăл, шурă сумкине çурăм çинелле шутарса.

— Лар! —терĕ Уçка.

Çуркунне енне ырханланса пуçланă çăмламас ула лаша яка çулпа çăмăллăн чупса уя тухрĕ.

— Эх, сывлăш-çке, Уçка. Сăмса шăтăкĕсене кăтăклать! — терĕ Ваçка, ирхи уçă сывлăша кăкар тулли сывласа илсе.

— Янăраса тăнă пек, кăвак тĕслĕ янăраса тарать пек, — терĕ Уçка.

— Эсĕ калăн. Тĕс сасăсăр япала, ăçтан янăратăр вăл?

— Кăваккăн янăрать пек. Ман çак вăхăтра чунăм ялан савăнăçпа çĕкленет.

— Савăнатăн пулмалла çав, епле сарă кĕрĕк тăхăнтăн паян, пуян çын пек ларса пыратăн!

— Мулăм çук пулсан та, савăнăç нумай, Ваçка тусăм. Аслă пухăва, килте çÿренĕ пек, çĕтĕк-çатăк пырса кĕме аван та мар.

— Сана вăл Аслă пухуран кулак тесе ан кăларса яччăр! — тăрăхлама чарăнмарĕ Ваçка.

— Кулак тесе айăплама пуçласан, хамăн çăмламас лашана кĕртсе кăтартăп, — кулса ячĕ Уçка. — Но-о! Çилçунатлă урхамахăм! Иркка, сан аçу ĕнер киле килсе кайрĕ-и?

— Çук. Атте вулăса кайнăранпа тăватă кун иртрĕ. Килмен-ха унтанпа.

Çуна тупанĕ çÿхен кăна çиелтен пăрланса ларнă юр çинче кăчăр-качăр текелет. Хĕвелтухăç çап-çутă кĕрен чаршав карчĕ, кĕç-вĕç тухас хĕвел ăна çутă хĕлхемсемпе илемлетрĕ. Кăкăр тулли сывлас килет çакăн пек вăхăтра, çынпа калаçас килет, савăнас килет…

— Уçка, сан кĕçĕн шăллун, Иванăн, пĕр хыпарĕ те пулмарĕ-и çак ку таран? —ыйтрĕ Ваçка, тухакан хĕвел çине пăхса. Те çанталăкăн çамрăк вăхăчĕ çамрăк çын ĕмĕрĕ çинчен шухăшлаттарчĕ Ваçкана, те Аслă пухăва кайма тивĕçлĕ çын пулнă тесе шухăшлани ăна çапла ыйту пама хистерĕ.

— Çук, ним хыпар та пулмарĕ. Çав арманта çапăçнă чухнех вилнĕ пулмалла вăл…

— Шел, питех те шел çав çамрăк çынна, — терĕ Ваçка.

— Шел… — хушрĕ Уçка та, — Кирилле ĕнтĕ вирлĕ пек, авалхи йăлапа, чысласа пытартăмăр. Ивана тупаймарăмăр çав.

— Вилнĕ пулсан, ăçта кĕрсе кайма пултарнă-ха вăл?

— Кам та пулин, хăйĕн йĕрне çухатас тесе, йыт-качкана пытарнă пек, çĕрпе хупланă пуль тетпĕр эпир карчăкпа килте.

— Шел… Питĕ паттăр пулнă вăл… Эх, халĕ епле кирлĕ çынччĕ вăл пирĕншĕн! Шел… — пуçне сулкаларĕ Ваçка.

Хĕвел сарăлса тухрĕ, кăвак юр çинчен хĕрлĕ пурçăн çипсем тăсăлчĕç, уйра пур енчен те вулăса пыракан лав е çуран çын пăч-пач курăнса кайрĕç.

— Пуçтарăнаççĕ, Ваçка! —савăнăçлăн каларĕ Уçка, хурланчăк шухăшĕсене хăваласа ярас тесе.

— Пуçтарăнмасăр, ара! —терĕ Ваçка та.

Халăх çурчĕ тĕлне çитсен, унта пĕр лав та çуккине кура, тĕлĕнсех кайрĕç.

— Мĕнле капла, Ваçка шăллăм, эпир чи малтан çитрĕ-

мĕр-ши? —терĕ Уçка, лашине апат парса, — Тен кунта мар?

— Чим-ха, епле апла, — Ваçка Халăх çурчĕн чÿречисем çипе пăхрĕ. — Пăх-ха, Уçка, унта халăх туллиех!

— Чăнах та. Кĕрлеççĕ, хытах шавлаççĕ, — хушрĕ Уçка итлесе тăнă хыççăн. — Эсĕ кунтах лар-ха, ырă япала мар пек туйăнать ку мана. Эпĕ пĕччен кĕрсе курам.

— Уçка!, эсĕ ку алăкран мар, хыçалти крыльцаран кĕр, — шăппăн каларĕ Ваçка. Уçка чÿречесем айĕнчен пĕшкĕнсе чупса иртрĕ те пÿрт кĕтесĕнче пăрăнса курăнми пулчĕ.

Халăх çуртĕнче кĕрлени чарăнма пĕлмерĕ, Ваçка чĕри хытăран хытă тапма пуçларĕ.

— Килет! —темле пысăк çăмăллăх тупнă пек ассăн сывласа ячĕ вăл, сарлака крыльца çинчен Уçнă чупса аннине курсан. Уçка, хĕрнĕ чулĕсем шартлатса тăракан мунчаран вирхĕнсе тухнă пек, ăшталанса чупса пычĕ,

— Мĕн унта? —шăппăн ыйтрĕ Ваçка, малалла туртăнса.

— Пурте те чухласа илме ĕлкĕреймерĕм пулас, анчах эсĕ, Ваçка, пăрăн-ха, алкум вĕçĕнчен лашана та илсе кай.

— Мĕскер вара?

— Хыçалти алăкран кĕтем — унта Çатра пуянĕсем тăваттăн тăраççĕ, ал айне кирпĕч хатĕрлесе хунă, станцирен килекен çул çине текех пăхкалаççĕ. Аслă пуху ирттерме Хусантан  çын килмелле имĕш, ăна сыхлаççĕ. Залне кĕтĕм: сĕтел хушшинче Изотовпа унăн секретарĕ Малай Петюка лараççĕ, залра кулаксем тулли, Изотова вĕлерме шут тытнă тесе мана вăрттăн пĕлтерчĕç. Иркка, эсĕ аçу патне вĕçтер, час килччĕр.

Шкула кайма хатĕрленсе тăнă Иркка ним чĕнмесĕр тепĕр еннелле çаврăнчĕ те пахча çумĕпе каякан тăкăрлăкпа питĕ хытă чупрĕ. «Ваçка йывăç урине çуна тĕпне майлăрах вырнаçтарчĕ те лашине чăпăрккапа тăсрĕ. Ним тума пĕлмерĕ çак самантра Уçка, ун-кун пăхкаларĕ, пуçра шухăшсем пĕрин хыççăн тепри сиксе тухаççĕ: «Эй, Изотов! Çынна питĕ шанакан пулнă-ши ку, хăйĕн вăйне ытла шаннă-ши? Е ăна-кăна, мĕн сиксе тухасса чухлама пултарайман-ши? Вулăсрах милици отрячĕ пур, пуху уçмалла — пĕр милици те çук. Е кулаксем ирех килсе тухмĕç тенĕ-ши?.. Хусантан килекен çынна илме те ямшăк анчах кайнă пуль… » Уçка, хура авăра сикме хатĕрленнĕ пек, сылтăм аллипе ахаль те тарăн ларакан çĕлĕкне тата та пусарах лартрĕ те Халăх çуртне чупса кĕрсе кайрĕ.

Хăмачпа витнĕ сĕтел хушшинче ларакан Изотовпа Малай Петюкне виçĕ енчен çынсем хупăрланă. Хыçалта стена пулман пулсан, хыçалтан та пыратчĕç ĕнтĕ.

— Эсĕ пире контрибуципе хупласа хурасшăн, хăвна хупласа хумалла сана! —кашни сăмахне пуртăпа касса уйăрнă пек пĕтем зала илтĕнмелле пăшăлтатса калать хуторти лавккаç Лука, сарлака сĕтел урлă Изотов патне кармашса. Вăрăм чĕрнеллĕ пÿрнисене чармакланă, халех Изотова мăйĕнчен пăвса пăрахма хатĕр.

— Эсир контрибуци пуçтаратăр, тырра таçта ăсататăр, сирĕншĕн хамăр чăваш çынни выçăхса вилтĕр! —тет сĕтел вĕçĕнче тăракан Çатра пуянĕ Лариван; вăл та чышкисене чăмăртанă, малалла ÿпĕннĕ.

— Халĕ пирĕн… — калама пуçларĕ Изотов, анчах ăна калама памарĕç, сĕтел тавра тăракан кулаксем кар! ярса илчĕç:

— Паянхи пухăва та Хусантан пĕр çын килмелле тенине илтнĕ эпир. Вĕсене тырă кирлĕ пулчĕ ĕнте!

— Таçтан çăва патĕнчен килнĕ çынна çăвар уçтармăпăр ĕнтĕ!

— Ăна кунта килсе кĕме те тăмалла мар, кăнтмалла!

— Ку тимĕрçе те кăнтмалла!

— Кăнтас!..

Залра ларакан çич-сакăр çын сĕтел патне вирхĕнчĕç, стена çумне тайăнса ларакан Агельский кăна вырăнтан сикмерĕ, шурă бинтла чĕркесе мăйран уртса янă сылтăм аллине ыраттарасран, хăраса сулахай аллипе хупласа ларчĕ.

Сĕтел тавра чышкăсем çĕкленме пуçларĕç, хăш чышки юнать, хăш чышки сулмаклăн çÿлтен аялалла анать. Пĕрпĕрне пÿлсе, пурте çĕлен пек чашкăрса хыттăн кăшкăраççĕ. Пăшăрханса ÿкрĕ Уçка: «Мĕн тăвас? Ытла нумаййăн… Хыçалти алăкран леш Çатра пуянĕсем тăваттăн кĕрсен, тата ытларах пулĕ… » Уçка Агельский умĕнчен пĕшкĕнсе чупса иртрĕ, ансăр коридор тăрах чупрĕ, хыçалти крыльцаран кĕрекен алăка тимĕр сăлăп хучĕ те каялла виркĕнчĕ. Зала кĕнĕ чух чÿречерен пăхрĕ: алкум вĕçне икĕ лав пырса çитнĕ… Улттăн, далегатсем пулас… Катĕркассем тата Хăвалăхсем… Вĕсем патне пĕчĕк чăматан тытнă çын пырса тăчĕ… Уçкана вăй пырса кĕчĕ, чÿречене çапса сирпĕтес пек чышкипе шаккаса янăратрĕ те урамри çынсем васкаса крыльца патнелле чупнине те курмарĕ, пĕтĕм вăйран талпăнса, сĕтел çине, çын ушкăнĕ варрине, сиксе хăпарчĕ. Юнланса пĕтнĕ Изотов питне курсан, урса кайрĕ Уçнă:

— Эсир капла-и?! Эсир капла-и? —кашкăр пек вăйлă çилсене пуçĕсенчен сулмаклăн тÿнккеме пуçларĕ. Урисене чармакласа, вăл Изотова хупăрларĕ. Пуринчен те çÿлте тăнипе пĕр самант вăл ку кĕрешÿре хуçа пулса тăчĕ,

— Ан унтан, сар ухмах! —тесе кăшкăрчĕ те пĕр хура сухаллă çын, Уçкан сарă кĕрĕк аркине кĕсйи таранах вăтăрса кăларчĕ. Пĕр ырхантарах ватă пуян, кĕрĕк татăкне силлесе, катăк шăллă çăварĕпе ахăрма пуçларĕ:

— Мейĕр! Илĕр! Камунсем валли тăлăп çĕлемелĕх çитет!

— Кĕрĕке çурма-и?! —Уçка хура сухаллă çынна шăннă çăпата пуçĕпе питĕнчен, тапрĕ.

— Распуй! —çухăрчĕ пĕри.

— Маххăам парăр, тăвансем! —çухăрчĕ тепри,

— Çав ухмаха маххă паратăр-и вара!

Темиçе ал çÿлелле çĕкленчĕç, акă Уçка кĕрĕкĕн хăрах çанни çатăртатса çурăмĕнчен уйрăлчĕ.

— А-а! Лекрĕн-и! —уринчен тытса, Уçкана сĕтел çинчен сĕтĕрме пуçларĕç.

— Çапăçаймăн урăх!

— Вилĕм сире!

— Вĕлерес!

Залра ларакан Агельский сывă аллине темиçе хут та кĕсйине чике-чике пăхрĕ, темиçе те сиксе тăма хатĕрленчĕ, анчах тем шутпа лăпланса ларчĕ.

Сĕтел тавра юлашки кĕрешÿ пырать, Уçка ывăннă, пашкакан пулнă, кулаксем вăй илчĕç. Халех Уçка кулаксен ури айне ÿкес чух залăн йывăр алăкĕ уçăлчĕ те тин килсе çитнĕ Катăркăспа Хăвалăх ялĕнчи халăхран суйласа янă çынсем кĕчĕç, улттăн, вĕсемпе пĕрле пальто тăхăннă çын.

— Ку мĕнле камит сирĕн? —ыйтрĕ пальто тăхăннă çамрăк çын, зал варринче чарăнса.

— Ача, нимех те мар, кăшт кăна тавлашрăмăр, — терĕ хура сухаллă çын, сĕтел патĕнчен пăрăнса.

— Кăшт кăна тавлашни курăнать, — терĕ пальтоллă çын. — Уçка пичче кĕрĕкне епле аван юсанă!

— Ăçтан паллатăн… Ара, Микулай! Эсĕ-çке ку! —сцена çинчен çĕтĕк кĕрĕкне вĕçтерсе анчĕ Уçка.

— Малай Петти, эсĕ мĕн сĕтел айне кĕрсе ларнă? — ыйтрĕ Николай, сĕтел айĕнчен упаленсе тухакан секретаре курсан. — Кĕрешÿре пулăшас килмерĕ-и?

— Эпĕ хам та астумастăп… Питĕ хăрарăм., — терĕ Малай, сапаланса кайнă хутсене чĕтрекен аллисемпе пуçтарса.

Николай Уçкана алă тытрĕ те Изотов патне сцена çине хăпарса кайрĕ.

— Аван-и, сывă-и, Дмитрий Изотович! — терĕ вăл, алă парса.

— Аванни аван, анчах сывах мар: çамкана темĕнпе персе шăтарчĕ пĕри, — терĕ Изотов, Николая хирĕç ура çинĕ тăрса.

— Каласа пар, тархасшăн, мĕн сăлтавпа сирĕн кунта тавлашу тухса кайрĕ? —ыйтрĕ Николай, Изотов аллине чăмăртаса.

— Пирĕн паян вулăсра съезд пулмалла… Ну… Эпĕ делегатсене хапăл йышăнма пуринчен те иртерех килтĕм…

— Чăннине калăр ĕнтĕ, Дмитрий Изотович, — терĕ Малай Пăтти, — эсир ĕнертенпе киле кайман.

— Вăл ним те мар… Парти губкомĕнчен килмелли уполномоченнăй илме ирех лаша ятăм та делегатсене кĕтме пуçларăм. Делегачĕсем тин пуçтарăнаççĕ, пуян халăх хĕвел тухиччен килсе тулчĕ… Телефона татрĕç.

— Начар, начăр, телефона таттарни питех те начар. — пуçне сулчĕ Николай, залра пĕр кĕтессе кĕпĕрленсе тăнă кулаксем çинелле пăхса. — Ку вăйăшăн хăшĕн-пĕрин хăлхине пăрмалла пулать пулĕ.

— Сана хăвна туртса антармалла леш Хусантан килекен çынпа пĕрле, — терĕ лавккаç Лука, чышкипе юнаса.

— Хусантан килес çын урăх çук, — терĕ Николай, кулаксем çине пăхса, вара Изотов еннелле çаврăнчĕ те çапла хушса каларĕ: —Дмитрий Изотович, сирĕн вулăсри съезда ирттерме эпĕ килтĕм.

— Станцинчен епле çитрĕн? —тĕлĕнчĕ Изотов.

— Тÿрĕ сукмакпа çуран, килтĕм.

Сăлтав кăна кĕтсе тăракан кулаксем каллех сцена патнелле пыма пуçларĕç.

— Чакăр, сцена патнелле юн пырăр, мĕскер вырăнтан таврăнатăр! —терĕ Изотов.

— Тапранмалла çав! —терĕ хура сухалли. — Кĕç-вĕç Атăл пăрĕ тапранать, эпир те тапранмалла, тăвансем! —çухăрчĕ те, чăмăртанă чышкине çĕклесе, хăюллăн сцена патнелле утрĕ, ыттисем те хумханчĕç.

«Паçăрхи тамаша пуçлансан, каллех пирĕн вăй сахал», — тесе шухăшларĕ хăраса ÿкнĕ Уçка.

— Юрĕ, тапранăр, Атăл пăрĕпе пĕрле тапранăр, кĕркунне пăр каллех ларать, эсир ăçта лармалла вара? Тĕрмене-и? — терĕ Николай, куçне хĕссе,

— Эсĕ пире тĕрмепе хăратма-и?!

— Тĕрмепе хăратма!..

Кулаксем сцена патне кĕпĕрленсе пычĕç. Кашнин куçĕнчен вут сирпĕнсе тăрать, хаяр та çивĕч.

Паçăрхи пек, чăмăртанă алăсем иккĕ-виççĕ çĕкленчĕç, анчах чÿрече умĕнче нумай лаша пĕр харăс чупса çитни илтĕнчĕ. Акă коридорта çынсем кĕреççĕ, чи малтан Шерхулла курăнса кайрĕ.

— Мĕн приказ. Изотов иптеш?

— Хупса усрăр халлĕхе пурне те! —терĕ Николай. — Вĕсем съезд ирттерме кансĕрлеççĕ. Съезд хыççăн следстви ирттерĕпĕр.

Шерхулла хыççăн кĕнĕ милици отрячĕ кулаксене çавăрса илчĕ. Агельский патне те пычĕç.

— Тăр!

— Мана мĕншĕн?

— Эсĕ вĕсемпе.

— Ыйтăр çак сарă кĕрĕклĕ çынтан, эпĕ вырăнтан та таврăнман, — лăпкă çеç каларĕ Агельский.

— Чăнах-и, Уçăп? —ыйтрĕ Урлăран Иркка ашшĕ.

— Чăнах, вăл вырăнтан тапранмарĕ, — терĕ Уçка.

Агельские урăх тивмерĕç.

— Утăр! —хушрĕ Улангин, алăка уçса.

Зал пушанса юлчĕ.

— Аслă пуху тепĕр сехетрен пуçланать, унччен кабинета кĕрсе калаçар, — терĕ Изотова Николай.

Килме ĕлкĕрнĕ делегатсемпе пĕрле залра йĕрке тума пилĕк милиционер тăрса юлчĕç.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

28

Вунă сехет тĕлне делегатсем килсе çитрĕç, зал туллиех пулчĕ. Хресчен депутачĕсен кĕрĕксемпе, сăхмансемпе, пиншаксемпе, аллисенче çĕлĕксем тытса лараççĕ. Депутат шучĕпе килнисенчен кулаксем те пур, вăйлă кулаксемех мар, анчах вăйлă кулаксем пекех хаярскерсем. Чишма ялĕнчен Тăвар Упамсарĕ килсе çитнĕ. Тата çич-сакăр çын пур. Стена çумĕнче ним хускалмасăр Агельский ларать. Залра кĕрлеççĕ, çын сасси тинĕс хумĕ пек: пĕр вăйланса каять, пĕр лăпланать.

Кабинетран зала Изотовпа Николай тухрĕç те, сцена çине хăпарса, сĕтел патне пычĕç.

— Хресченсем суйласа янă депутат юлташсем, — терĕ Изотов, зала йĕри-тавра пăхса илсе. — Пирĕн съезда уçма вăхăт çитрĕ. — Вăл каллех залри çынсем çине пăхса илче, çынсем ытла та шăп ларни ăна тĕлĕнтерчĕ. — Съезд ĕçне йĕркелесе пыма президиум кирлĕ пулать.

Президиума суйланнă çынсем вырнаçса ларсан, вулăсри Совет исполкомĕн председательне Изотова сăмах пачĕç.

— Юлташсем, — терĕ вăл. — Паян пирĕн çак ыйтусене пăхса тухса татса памалла: çĕр валеçесси çинчен, вăрман çинчен, контрибуци çинчен тата, ВИК ĕçне тĕплĕн пăхса тухса, ВИКра ĕçлекенсене суйламалла, вулăсра ĕç нумайланса пырать, виççĕн ĕçлесе пыма май çук.

Сасартăк зал варринче ĕлĕк земски управăра ĕçленĕ Микуль ура çине сиксе тăче те, хăй умĕнчи пукана урайне тăрăслаттарса лартрĕ, унтан çапла çухăрчĕ:

— Эпир сире суйлама ирĕк памастпăр! Тĕп закона эпир упраса пымалла, эпир халăх суйланă земски управа членĕсем… Эпир тĕп закон çыннисем! Эсир кам? Вăрă-хурах эсир!

— Эпир революци тăвакан çынсем, — терĕ çирĕп сасăпа Николай. — Ытах та кĕрлесе ларакансене арестлеме хушатпăр!

— Хресченсем суйласа янă депутатсемпе çапла калаçатăр-и эсир! — ура çине сиксе тăрса çухăрма пуçларĕ Тăвар Упамсарĕ. — Эсир нимĕçсене сутăннă тени чан мар-и-мĕн? Нимĕçсенчен укçа илетĕр те ырă çынсене пăлхатса пыратăр. Ахаль чух ялан равноправи пирки çухăрашатăр, хăвăр арестпа хăрататăр. Равноправи текенни епле пулма пĕлтер-ха. Çÿлти турă равноправи туса паманнине çын туса параймасть ĕнтĕ. Тĕнчене пăхăр-ха, унта та равноправи çук: пĕр курăк çÿллĕрех, тепри лутрарах; пĕр чечекĕ шурă, тепри кăвак. Çынна пăхăр: пĕри ĕçчен, тепри кахал. Равноправи нихçан та пулас çук! Турă çырса хунă законсене пăсма памастпăр.

— Эпир патшапа пĕрле сирĕн туррăра та сирпĕтсе антартăмăр. Турăпа пĕрле чухăн çын ĕнси çинче ларса пыма хушакан законсене те пăрахăçа кăлартăмăр. Пĕртанлăх хăватлăрах. Сирĕн сăмахăрсем вырнаçусăр, — терĕ Николай.

— Йăнăшатăр эсир, уполномоченнăй! —ларнă çĕртен сиксе тăрса çухăрчĕ Агельский, вара пальто кĕсйинчен сулахай аллипе хут кăларчĕ, çав хутпа сулкаласа, татăклăн калама пуçларĕ: —Эсир çынсене урăх ан пăлхатар. Эсир нимĕнле власть те мар, узурпаторсем кăна. Акă телефонограмма, Хусантан. «Пур çĕрте те большевиксене пусарнă, Вăхăтлăх правительство хай вырăнĕнчех ларать; большевиксен сăмахне ĕненмелле мар, вĕсене ан итлĕр. Вăхăтлăх правительство министрĕ Чернышев».

Зал, тăвăл çĕкленнĕ -пек, кĕрлесе, шавласа кайрĕ.

— Пĕтерес çав большевиксене!

— Вĕсем пире каллех пуянсенчен çĕр туртса илме вĕслетĕç!

— Хăй вырăнĕнчех ларать пуль çав Вăхăтлăх правительство, тĕрмерех! —тени те пулчĕ.

— Большевиксем вĕслетĕç те иртнĕ çуллахи пек юн хăстарĕç!

— Сĕтĕрсе антарас вĕсене!

Залри çынсем пурте ура çине сиксе тăрса арпашăнса кайрĕç, кам хăш енче — пĕлме те çук. Хăшĕ, нихăш енне сулăнмаллине пĕлмесĕр, иккĕленсе тăрать пулмалла, хăшĕсем телефонограммăна ĕненсе, кулаксем енне кайнă.

— Лăпланăр! —хыттăн каларĕ Николай, аллине çĕклесе. — Çак эсер Агельскирен ман çакна ыйтас килет: кам машинкипе пичетлерĕн ку суя хута?

— Ку хута мана почтăра пачĕç. Ку телефонограмма — тĕрĕс документ.

— Çапла, çапла! — çухăрчĕç пуянсем.

— Вăйлă çынпа ан тавлаш, пуян çынпа ан суллаш, тенĕ авалхи çын, сĕтĕрсе антарас вĕсене!

— Сĕтĕрсе!

— Хи-хи-хи! — ихĕлтетрĕ пĕр качака сухаллă ватă пуян, сцена патнелле куçакан çынсене хыçалтан тĕксе. — Кашкăрпа ĕне çапăçнă, тет, ĕнерен мăйракисем анчах тăрса юлнă, тет, хи-хи-хи! —тепĕр хут кулса илчĕ вăл.

— Юлташсем! —хыçалти стена çумĕнчи сак çине хăпарса тăрса калама пуçларĕ Хĕр-Ваçка. — Хресчен депутачĕсем! Кама итлетĕр эсир! — петĕм халăх каялла çаврăнса тăчĕ те туйипе сулса калакан Ваçка çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Лешĕ сăмахне малаллах каларĕ: —Качака сухал мĕн каланине илтрĕр-и? Кашкăрпа ĕне пирки каларĕ, мăйраки çеç тăрса юлнă, терĕ. Кашкăрĕ кам тата ĕни кам — çавна чухлас пулать. Кашкăрĕсем кулаксем-çке, ĕнисем вара эпир, ĕçре тар юх тир акан çынсем. Вара…

Ваçкана каласа пĕтерме памарĕ Уçка, сак çине сиксе тăчĕ те, пур сасса та хупласа, кăшкăрса калама пуçларĕ:

— Илтрĕр-и? Мăйракисем тăрса юлнă, тет. Депутатсем чăн-чăн ĕççыннисем, кулаксемпе вĕсен хÿрешкисене, çав мăйракасем тăрне лартса, сирпĕтсе кăларар-ха çакăнтан. Ура! —Уçка умра таракан пуканĕ çĕклерĕ те кулаксем еннелле сиксе анчĕ. — Пирĕн майлисем парăнса юлăр! Кулаксене ĕне мăйраки çине тăрăнтарар-ха!

Шухăш-кăмăл енчен çирĕпленсе çитмен халăх тинĕс хумĕ пек вăйлăрах çил хăваланă енне чупать. Депутатсем урăх май çаврăнчĕç те Агельскипе пĕрле вунă-вуникĕ çынна алăкран тĕртсе кăларчĕç.

Кĕрлерĕç, калаçрĕç те шăпланса ларчĕç.

— Съезд ĕçне пуçлама юрать пулĕ? —тесе ыйтрĕ Изотов.

— Пуçлас. Урăх кĕрлекен пулмĕ! —терĕç темиçе сасă.

Вулăсри съезд ĕçе тытăнчĕ. Мĕнпур ыйтăва хăвăрт та татăклă сÿтсе яврĕç. Тĕттĕмлене пуçлана тĕле съезд чи йывăр ыйтăва хускатрĕ: вулăсри Совета суйламалла.

Хусантан килнĕ уполномоченнăй Николай Вавилов вулăсри Совета суйламалли йĕркене тĕплĕн каласа пачĕ. Залри çынсем, унпа килĕшсе, çичĕ çын суйлас терĕç,

— Депутат юлташсем, — терĕ Изотов. — Эпир нумай ĕçлерĕмĕр, анчах тумасăр юлнă ĕç тата та нумайрах. Мĕншĕн-ха эпир ĕçе тăвайман? Ку тĕлĕшпе эпĕ хам айăплине уççăнах ăнланса çитрĕм. Те вăхăтра тавçăрса илейместĕп эпĕ, те пĕлÿ çитеймен пирки, те питĕ çынна ĕненнине пула эпĕ йăнăш хыççăн йăнăш туса пытăм. Çирĕп шухăшласа пăхрăм та, ВИК председателĕ пулма эпĕ пултараймастăп. ВИК умĕнче малалла ĕçсем тата ытларах, тата анлăрах тăраççĕ. Суйланă чух çакна шута илсе астума ыйтатăп, — тесе пĕтерчĕ Изотов хăйĕн сăмахне.

Делегатсем нумайччен тавлашрĕç, пĕрле шухăшлă пулчĕç.

— Хăйне пысăка хурас мар тесе çеç калать вăл! —терĕç пĕрисем.

— Тĕрĕссине каларĕ Изотов, çемçе чĕреллĕ вăл! —терĕç теприсем.

Татах сÿтсе яврĕç, кирлĕ çынсене шырарĕç, тавлашрĕç.

— Мана сăмах калама ирĕк парăр-ха, — лăпкăн каларĕ Станук Макçи.

— Кала! —терĕç ăна президиумран.

— Депутат юлташсем, тавлашрăр эсир, кĕрлерĕр, çавах председателе юрăхлă çын тĕлне пулаймарăр. Эпĕ сире тĕрĕссипе калăп. Председателе хут пĕлекен çынна, кунта çуралса ÿснĕ çынна, пирĕн пурнăçа тĕрĕс-тĕкел пĕлсе тăракан çынна, шанчăклă çынна суйлама сĕнетĕп…

Ăна каласа пĕтерме памарĕç:

— Кама? —тесе çухăрчĕç.

— Николай Петрович Вавилова!—терĕ Макçи.

— Тĕрĕс!—алă çупса ячĕ пĕтĕм зал.

— Тĕрĕс сăмах!

— Вавилова!

Николай Вавилов хирĕç калаймарĕ, мĕншĕн тесен ăна суйлани халăх ирĕкĕ пулчĕ.

Ытти кандидатурăсене е тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Юлашкинчен комиссисем суйларĕç. Уçкапа Хĕр-Ваçка çĕрĕç комиссине лекрĕç.

Пысăк чÿречесем витĕр зала тĕттĕмленсе çитнĕ çăлтăрлă пĕлĕт пăхма пуçларĕ; вăштăр-ваштăр çил, такампа вылянă пек, чÿрече кĕленчисем çине хăрпăк юра вĕçтерет.

— Юлташсем!—терĕ Вавилов халăха.—Съезд хăй ĕçне пĕтерчĕ. Суйланă çынсен ыран вунă сехетре кунта пуçтарăнмалла, халĕ пурсăра та, ура çине тарса, «Интернационал» юрлама ыйтатăп.

Пурте ура çине тăчĕç, анчах никамах та юрлама пултараймарĕ. Делегатсенчвн нумайăшĕ «Интернационал» нихçан та илтмен.

Ура çинчен ура çине пускаласа, алăри çĕлĕксене чăмăртакаласа, пĕр-икĕ самант çынсем шăпăртах тăчĕç. Вара çамрăк землемер Ратунин, сарă çÿçне якатса илсе, вăйлах

мар, анчах çирĕп сасăпа пуçларĕ:

Ылханлă, выçăхнă…

Çич-сакăр çын хутшăнчĕç:

чурасен…

Иккĕмĕш йĕркене юрланă чух татах вунă-вуникĕ сасă хутшăнчĕ. Хăюсăр пуçланнă юрă вăйлану ĕçем вăйланса, кĕвве кĕрсе пычĕ, унăн чăн сăмахĕсем хресченсен чĕрине кĕрсе вырнаçрĕç, чăнах та, кивĕ тĕнчене тĕпренех аркатса, çĕнĕ пурăнăç тума вăхăт çитрĕ.

Иккĕмĕш кĕнеке вĕçĕ.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

Кĕске содержанийĕ

  1. Унчченхи кĕнекере Ямшăк Михали ятлă персонаж Варлам кулака пăшал персе амантать. Варлам тарçи Тихха тата арăмĕ Матĕрне тăрăшнипе аманнă çын чĕрĕлет: тухтăра та, юмăçа та чĕнсе килеççĕ. Матĕрне, ăрăма ĕненет, юмăç хушнисене пурнăçлать. Варлам тÿрленсен, ял хыпарĕсене ыйтса пĕлет – тимĕрçĕ Изотов вулăсра асли пулса ларнă-иккен. Пĕрре арман улпучĕ Корней Хрисанович пырса килет. Улпут сĕннипе Мĕтри Хусана, канаш тунă çĕре кайма пулать. Тихха килсе кĕрет те вулăсран килнĕ пĕр çын хут вуласа пани çинчен пĕлтерет: “Чухăнсене хăйма, пуянсене тинкĕле”, тĕркĕшÿ пулас пек туйăнать.
  2. Исай пичче вулăса çын суйлама, мăкаçей кĕлетне вăрлăх тырă хурас пирки калаçма халăх çине хурал пÿртне чĕнсе çÿрет. Макçисен хапхи патне те пырса шаккаса каять. Чинук пĕлтерет: Люшша таврăннă-мĕн. Иркка унчченхи кун çеç çитнĕ саккуна вуласа парать сассăн: халăх ирĕкĕпе вăхăтлăх правительство ÿкнĕ, влаçа салтаксемпе хресченсен депутачĕсем илнĕ, советсем хушса каланине туса пымасан революцилле суд ответ тыттарать. Çеркки патне кайма тăнă Макçи каймасть, Ирккана ярать. Антуна тĕл пулать. Антунсем пуйма пуçланă. Çеркки арăмĕ Хыткукар Укахвине пĕри усал сăмах каласа тухса каять. Иркка кĕме хăяймасăр тăрать, Çеркки миххисене пăхса ăмсанать. Укахвине тискер Катемпи тата шуйттан вырăнне хурать, хăйне хĕнесе ятлакан амăшне чипер курать вăл хăйĕн ăшĕнче. Иркка Укахвине хирĕç калакаласа юри çиллентерме пикенет. Çав хушăра пĕр карчăк чирлесе кайнă упăшкине пăхмашкăн краççын илме килет. Укахви укçа вырăнне çăнăх ыйтать. Ытла хаклă ыйтнишĕн хайхи карчăк Укахвине тем те пĕр усал сăмах каласа ылханать. Укахви хăйĕнпе питлешнине нимĕн те пулса иртмен пек лăпкă, пĕрре те пăсăлмасть.
  3. Иркка шкула каять, унта хăйĕн юлташĕпе – Изотов тимĕрçĕ хĕрĕ – Маняпа тĕл пулать. Липа Халапсинапа паллашать, Ирккана вăл ырă кăмăллă çын пек туйăнчĕ. Шавлă хĕрсем пырса кĕчĕç те калаçу кашкăрсем çинчен тухса кайрĕ, Иркка тарăхрĕ. Уроксем хыççăн Иркка Манясем патне кайрĕ, малалла вăл кашкăрсенчен сыхланмалăх Изотовсемпе пĕрле пурăнма пултарать. Апат çинĕ хыççăн хĕрсем унччен барон фон-Зинберген çуртне каяççĕ. Халăх çав çуртран кĕрлеме-шавламалăх çурт тăвасшăн. Сцена тăваççĕ. Пĕр вырăсла пьесă лартмашкăн чăвашла куçарăвне тума Халапсинана шанса параççĕ.
  4. Ачасем Варлам çуртĕнчен майра юрланă сасса илтеççĕ. Ачасем Люшша пичче тырă сутса хуларан илсе курнă грамофона курса тĕлĕнеççĕ. Киле çитес умĕн Иркка Çеркисен пахчине пĕшкĕнсе кĕрекен çынна курса юлать, çавăн çинчен ашшĕ-амăшне пĕлтерет. Çак çын салтакран тарса килнĕ, Çеркки ывăлĕ Энтри. Унăн кашкăрсенчен хăтăлмалăх пăшалĕ пур. Çеркки Энтрин таврăнса килнишĕн питĕ савăнать.
  5. Укахви сасартăк пырса килнĕ ывăлне мунча кĕртес вырăнне пÿртрех çăвать. Киле ыйткалакан пырса кĕрет. Укахви нимĕн те памасть, “камунсене” поддержка панăшăн вăрçать. Ыйткалаканĕ те, Укахви те пĕр-пĕр усал сăмах калаççĕ. Çеркки Варлама пăшал сутма каять. 15 пăт тырă ыйтать, анчах Варлам ăна вырăнне лартать – 5 кăна пама пулать. Люшша Тиххансем патне кайса Натюка ĕçлеме чĕнет. Хăйсем патне çитсен Натюка ирĕксĕрлетсе мăшкăл тăвать.
  6. Изотовпа Халапсин врач Хăвалăха çитсе лавне ял совечĕн çурчĕ умне хăварчĕç. Вĕсене Улангин коммунист кĕтсе илчĕ, унăн пичĕ-куçне çĕрле кĕпер айĕнчен сиксе тухнă икĕ çын кăвакартса янă. Улангин хапхи хушшине “Вилме хатĕрлен!” тесе записка хăварнă. Изотов кашкăрсем ерни çинчен ыйтрĕ. Изотов Улангина пăшал тупса килтерме сĕнчĕ. Улангин хăйне хирĕç пăшалпа килессишĕн пăшăрханчĕ. Халапсин вара коммунистсене пăшал кирлех терĕ. Вулăса вĕри чир (тиф) çитнĕ. Халапсин чирлĕ çынсен килне тупма пулчĕ. Автор Халапсина ырă вырăс çынни пек сăнласа тăкать: вăл чăвашсене, йăли-йĕркисене пит юратаканскер. Тĕнпе кĕрешет. Изотовпа Улангин çул çинче хуралçа тĕл пулаççĕ, вăл пăшал ыйтать, Изотов пама пулать. Каç пулсан вĕсем тĕлне тĕмĕ хыçĕнчен çын сиксе тухать те тытăçу пулса иртет. Изотов пăшалпа переть те çын сукмак çине тăсăлса выртать.
  7. Халăх çурчĕ умне пухăнчĕç. Чинук, Ирккапа Маня. Люшшапа Малля пĕртăвансем граммофон илсе килнĕ, такам “вăрланă” тесе кăшкăрчĕ. Анна Ивановна тата Халапсинасем сцена çинче коммунистсем ĕлĕкхи пуянсене аркатни çинчен выляса кăтартаççĕ. Иркка спектакль чăнласа мар пулнине манса каять, сцена патне талпăнать. Пьеса çын вилĕмĕпе вĕçленет, никам та алă çупмасть. Çынсем Изотов çуккине асăрхасан ăна шырама каяççĕ, анчах вăл хăех çитсе кĕрет. Пĕр-ик арçынна чĕнсе “лакăма сулăннă” чухне ÿксе юлнă япалана пуçтарма тухса каяççĕ. Тытăçу пулнă вырăнти икĕ вилене пуçтараççĕ. Вилесенчен пĕри вăрăпа пурăннă çын пулнă, тепри таркăн салтак. Тăванĕсем пĕлмене печĕç, вилесене илсе кайса пытарма та килĕшмерĕç.
  8. Çерккипе ывăлĕ Энтри тĕп сакайĕнче тырă пытармашкăн шăтăк алтаççĕ. Çеркки хăйĕнпе пулассишĕн шуйхăшать, “Ксенахунт пек, икĕ алла укçа тытса, çакăнса вилес марччĕ” тет. Ашшĕпе ывăлĕ калаçса ларнă чухне такам кĕме пикенет. Ку Çерккин Чишмарĕ тусĕ Каюра Тимахви. Тимахви Çерккипе ялта ытлашши кăшкăракансен “мăйĕсене пăрмашкăн”, “çара пакартасене шаккасшăн” каварлашасшăн пулчĕ. Тимахви кайсан сасартăк Çеркки ывăлĕ Кĕркури килсе кĕрет. Вăл салтакарн тарса килмен, ăна госпитальте выртса тухнă хыççăн канса илмелĕх вăхăт панă. Кĕркури таркăнсене хирĕç хыттăн калаçать. Эрех сыпкаланă хыççăн ун ял тăрăх çÿрес килекен пулать. Ура хăми айĕнче шăтăкра пытанакан Энтри кăмăлĕ тăвăлса çитет, Кĕркури тухсанах вăл шăтăкран сикске тухса кÿсек ярса илет те К. хыççăн “Вĕлеретĕп” тесе чупать. Анчах шăллĕ каялла пăхсан, шÿтлерĕм тет, хăй тарса килни çинчен никама та ан пĕлтернĕ пултăр тесе ыйтать. Кĕркури тухса каять, кăштах шухăшлакаланă хыççăн тÿрелет те станцине каякан çул çине тухать.
  9. Тимахви ирпе ирех вăранса каять те, хăй унчченхи кун камунсене хурласа калаçса çÿренишĕн, çак сăмахсемшĕн ăна тытса персе пăрахассишĕн пăшăрханса ÿкет. Мунча хутса кĕресшĕн пулать, арăмĕ тухса тăрать те ĕнерхишĕн ятлать. Автор Тимахвин икĕ арăмĕ çинчен асăнса хăварать. Кĕтмен çĕртен Лявук килсе кĕрет те ĕçке чĕнет. Елпике патне каяççĕ. Ĕçеççĕ. Тимахви хĕрсе каять те камунсене патак пама чĕнет Лявука. Арăмĕ Крахъян килсе кĕрет. Тимахви тарăхать те, Елпике пур чухне Крахъян патне каяп-и тесе хăртса хурать.
  10. Тимахвипе Лявук тата ĕçеççĕ. Вара аташса кайсан тухса каяççĕ те Уланкăна хĕнеме каварлашаççĕ. Çул çинче пĕр мĕскĕн арçын тĕл пулать те туртмалли ыйтать. Хуларан килни çинчен пĕлтернĕ хыççăн, Тимахви малтан ăна камун-и камун мар-и тесе сăнать, камун пулманнине ăнлансан саламатпа çавăрса çапать те, тилхепепе кÿлсе юнашарти “йĕрĕх хурами” патне илсе кайса çавăнта вĕлерсе пăрахать, йывăçран çакса ярать. Лявук усал ĕçе тума пулăшать. Улангинăн ялне (хăвалăха) çитнĕ тĕле, усал хыпара тĕттĕмре ĕçе курнă виç çын пĕлтернипеле, халăх пухăнса тăма ĕлкĕрнĕ. Тимахвие тытса чармаççĕ, вăл аккăш патне кĕрсе каять. Унта эрех хыççăн вĕсем Лявукпа малалла каяççĕ. Улангина тупма. Анчах пуринчен малтан вĕсене Изотов йытти шăршласа илет те, тарма тăнă Тимахвие çырмара тарăн юр ăшĕнче путнăскере пырĕнчен çыртса лартать. Лявук тарма ĕлкĕрет, малтан вăл темĕнле пÿрте килсе кĕрет, тĕттĕмре çын ÿчĕсене хыпашласа илет, сасартăк хулăн сухаллă çын ăна “кунта тиф” тет те, вăл хăранипе тухса чупать. Лаши ăна каллех “йĕрĕх хурами” патне илсе тухать те, вăл хăранипе сиксе анса вăрманалла тара парать.
  11. Иркка чылай вăхăт Изотовсем патĕнчен пурăннинчен вăтанма пуçлать. Хăй чухăн пулнине аса илет. Унсăр пуçне ырă мар хыпарсем килсех тăраççĕ. Татьяна Николаевна Народный Милици валли хăю çĕлет, милицисем йĕрке тытма тивĕçлине ăнлантарса парать пĕчĕк хĕрсене. Изотова чылай кĕтет. Изотовпа Хĕр-Ваçка килеççĕ, пуянсене “ташлаттармалли” çинчен калаçса лараççĕ. Сасартăк Улангин тапса çитет. Ăшĕ çунать, шыв ĕçет те калама тытăнать.
  12. Изотов тата Хĕр-Ваçкапа пĕрле тинех Иркка килне кайма пултарать. Амăшĕ пит савăнать пĕчĕк хĕрĕшĕн, ăна мăнна хурать. Ăслă Чĕкеç хĕр çинчен юмах каласа парать. Чинук килет. Лисукран çыру илнĕ вăл. Лисук иртнисене аса илсе хурланать, ашшĕ-амăшнĕ качча панăшăн ÿпкелет, тарни çинчен каласа кăтартать. Вăл халĕ вăрçăра медсестра пулать. Хурлăх иртсе каясси пирки ĕмĕтленет. Килте пурте хурланаççĕ. Амăшĕ ашшĕне ятласа илет. Иркка та ашшĕ çине çилессĕн пăхать. Пухăва чĕнеççĕ. Изотов Шерхуллапа Иркка ашшĕ Макçие карабин пăшал парса камунсен влаçне сыхлама хушать. Татьяна çĕленĕ хăюсем вĕсене лекрĕç.
  13. Макçипе Шерхулла вырăс карчăкĕн пÿртĕнче вырнаçаççĕ. Иркка та вĕсемпе пĕрле. Тимахви йытă тулланă хыççăн пĕр-ик кун иртсен вилет, Лявук çинчен ăçта кайса кĕни паллă мар. Халăх вĕсем çинчен мар хĕç-пăшаллатнă милици дружинисем çинчен калаçать. Автор чăваш, тутар, вырăс пĕрле пухăнса – кашни хăй патша – савăк пурнăç тунине кăтартма пикенет – шÿтлĕ, варлă диалогсем. Çавсенех Улангинăн пуç касма хатĕр, унсăрăн хамăрăннине касаççĕ. Тăшмансем хамăр хушăрах тенисем пÿлкелеççĕ. Улангин салтака кайса килни çинчен каласа парать.
  14. Шерхуллан пурнăçĕ питĕ тертлĕ имĕш. Арăмĕ куçне шăтарать, ача хыççăн ача çуралать те вилет. Иркка шкулнă кайнă чухне кăра çилсем килсе Варлам пеккисене упĕнтерччĕр тесе усаллăн шухăшлать. Шкулта уроксем пулмаççĕ, ялтисем пурте халăх çуртне пуçтарăнаççĕ. Нимĕç капиталисĕсем çамрăк Совет çĕршывне вăрçăпа килнĕ имĕш. Липа халапсина та вăрçă хирне тухма хатĕрленет. Иркка Лисук çинчен шухăшлать. Ялта туйăмсене хумхантаракан демонстраци иртет, шкул çамрăкĕсене вăрçа ăсатаççĕ.
  15. Иркка чакаксем нумайланнине курать. Урама тухать те çырма тĕпнелле каять. Унта хĕрарăмсем тин çеç пуснă выльăхсен пыршисене çăваççĕ. Патшалăх какай пуçтарнине пĕлнипе вĕсем çапла выльăхран хăтăлаççĕ, ашĕсене сутасшăн. Шерхулла килсе кĕрет яланхилле савăккăн мар, çилĕллĕн калаçать те, хĕрарăмсен те пухăва килмелле пултăр тесе каласа хăварса вĕçтерет. Пухура халăха нимĕçсем вăрçă пуçлани çинчен пĕлтереççĕ. Комунистсем ял халăхĕн патшалăх умĕнче тырă тата какай парăмĕ пурри çинчен калать – пуçтармалла тет. Кашни хăйшĕн хăраса ÿкнĕн халăх чĕмсĕр пулать. Паллах, Ваçка шучĕпе халăха кăшт кăна калаçтарсанах вĕсем тырра та какая та пуянсенчен шыраса илтерĕç. Малтан Варлама, унтан çĕнĕрех пуянсене сутаççĕ. “Ытлашши усалланмалла мар теекен”, тĕрĕсрех пулмалла, чăвашăн чăваша хупăрламалла мар теекен Муçука малтан Шерхулла тытса антарать, халăх ишмек тăвас, ишмек тăвас тесе çухăрать. Шерхуллана, хĕç-пăшаллăскере, халăх итленĕ пекки тăвать – автора кура итлет. “Чухăн” тутар пуян чăваш хăйне уйрăм, чухăн чăваш хăйне уйрăм тесе сăмахлать. Пухура Наçтук текенни, кам выльăх пуснисене ним мар каласа хурать.
  16. Натюк çĕрле эпи карчăкĕ патне кĕрсе ача пăрахтарттарать. Киле çитсен, ирпе амăшĕ вăратсан, вăл минтерне тÿрлетме кăна ыйтать. Амăш тĕпчесе ыйтсан, йăлтах – Люшша пусмăрлани, ачинчен хăтăлни çинчен каласа парать, Варлам килне ылханать, усал сунать. Амăшĕ кил ĕçĕпе аппаланнă чухне вилсе каять. Вара хĕрарăм Варламсем патне кайма тухать, халăха усал пулăм çинчен пĕлтерет. Тихха хыççăн аран ĕлкĕрсе пырать.
  17. Тихха арамĕпе халăх варламсем патне килсе кĕреççĕ те, Натюк каласа хушнă пек айккинче чаваççĕ. Малтан вăкăр сиксе тухать, ăна Шерхулла палласа илет. Кайран пытарнă тырра та тупаççĕ, ăна мăкаçее леçме йышăну тăваççĕ. Тихха Варлам патне пулăшу ыйтма каять, анчах ăна Люшшапа Матĕрне темтепĕр ятласа тапса кăларса яраççĕ, Тихха суранланать, анчах сас кăлармасть. Натюк вилнĕ тĕле вĕсем самай чухăнланса кайнă. Арăмĕ кÿршĕре тăранкаланă пулсан, Тиххан Варламран текех пулăшу килменнипе ялта ыйткаласа çÿреме шухăш çуралать те вăл çапла тăвать те. Халăх ахаль те чухăн. Наçтук питĕ ятлать ăна, анчах килне кĕртсе яшка çитерет.
  18. Лявук юр витĕр ашса тарать-тарать те утар тĕлне çитет. Утарти пÿрте чÿрече витĕр çĕмĕрсе кĕрет те чунне çăлса хăварать, канать, çĕрулми тупать, темиçе вăхăт хушши вут шанкă çунтарса пурăнать. Çĕрле ашшĕ килне каять. Унтан тата Çеркки патне каять. Çул çинче хăйне хăй япăх туять, Çерккисем патне çитсен мунча ăшне вăркăнса ÿкет. Çеркки унпа калаçнă хыççăн, Энтрипе пĕрле тĕпсакайне пытарма шут тăвать, мунча хутма тухса кĕнĕ чухне, ывăлĕ кĕтмен хăна тĕпсакайне аннă анманах анраса кайса вилни çинчен пĕлтерет. Лявук шăнса пăсăлман, ăна тиф ернĕ. Энтри ăна тĕп сакайĕнче пытарать.
  19. Ирккапа Хĕлип юртан этем кĕлетки тăваççĕ. Вăл вĕсене Варлам пек туйăнать те, вĕсем ăна хĕнеме тытăнаççĕ. Чиркÿ старости ачасем ашкăннине курса астутарать. Муçук “вăйсăрлăхне” пухура курнăскерсем, ачасем Муçукран мăшкăлласа кулаççĕ кăна. Муçук кĕлеткене çĕмĕрет те, хăй те унпа пĕрле йăваланса каять. Ваçка килсе кĕрет те Ирккаран лаша ыйтать. Тек Варламран хăрамалла, халĕ Ваçкаран хăрамалла пуль, тесе иккĕленет хĕрача. Ваçка кулаксем вĕлерме килни çинчен каласа хăратса пăрахать хĕрачана. Вара ку шанать те, лашана парса ярать. Амăшĕ хĕрĕ ухмах пулнишĕн тарăхать, ятлать. Сенĕк йăтнă çын килсе кĕрет, йăвашшăн калаçать, Иркка вара хăрамасть. Ял çывăхне пĕр ушкăн кулаксем килеççĕ. Иркка ырçă ăшĕнче пытанать.
  20. Ханша ĕçсе лартнă хĕрĕнкĕ арçынсем Антуна çавăрса илеççĕ, куштаннăн калаçаççĕ. Антун çапах та вĕсемпе хутшăнать. Эрех ĕçме каяççĕ. Антунран ăна-кăна ыйтса пĕлеççĕ. Антун Наçтук, Макçи т.ыт. ятсене сутать. Хăйне кăна сутас марччĕ тесе çунать ăшĕнче, мĕншĕн тесен ку çынсем унăн кăмăлне каймаççĕ. Ÿсĕр арçынсен пăлхавĕ пекки таврара сас-чÿ кăна кăларать, кусене никам та шанмасть.
  21. Куштансем çул çинчен Курак Куçмине тĕл пулаççĕ, эрех ĕçтерсе хăйсемпе пĕрле илеççĕ те, Йĕлмекассине пырса кĕреççĕ. Малтанах Çеркки лавккине ватма пикенеççĕ. Сасăсене илтсен Энтри тапса тухать те, Варламсем патне хăйĕн пăшалне ыйтма каять. Варлам ÿкĕтлет, пăлхава сивлет, анчах Ямшăк Мишшимем еннелле тĕллесе вĕскĕртет. Вара Энтри аллипе куштансем, килĕнче упăшкине çартан кĕтсе пурăнакан хĕрарăма алăксене-чÿречесене хăмапа çапса лартаççĕ те, пÿртне тивертсе яраççĕ. Пушара сÿнтерме тухнă халăха яхăнне ямаççĕ. Энтри Наçтук хыççăн чупать. Çав хушăра халăх милицийĕ килет. Станук Макçийĕ пĕрремĕш хут çынна вĕлерет. Çав çын Курак Куçми, хăйне лаша сутакан мĕскĕн çын. Энтрисене ылханлă вырăна чикеççĕ.
  22. Хĕлле-Хĕлип амăшĕсĕр, Кăрахъян упăшкисĕр тăрса юлаççи. Тимахви вилнĕ хыççăн Крахъян пурлăхне хапсăнакансем нумай пулаççĕ. Изотов Тимахви лашине илсе кайса Шерхулла айне тăвать. Крахъян, чухăн çемйере çитĕннĕскер, пуянлăха хапсăнса каймасть. Вăл юлнă тыррă Чинука кайса парать, Хĕлле-Хĕлипе хăйĕн патне илет. Чинук пиччĕшĕ Ямшăк Михали патне çыру çырнине пĕлсен, вăл та хутшăнать.
  23. Улангин халăх милицийĕн оцрядне вăрçă ĕçне вĕрентрĕ. Изотова “йĕксĕк”сене часрах саккун умне тăратас килет тесе пайлашать туйăмĕпе. Тилли Куçми – ĕлĕкрех пуян пулнăскер – Алтеккин хăйне муталани çинчен каласа парать. Изотов шучĕпе Алтеккин пек пăтранчăксем коммунистсен ĕçне тума чăрмантараççĕ. Улангин вара, Алтеккин, Тилли Куçми кÿрентернĕ чухăн çын пулнă пирки, Тилли Куçмине пуян çын пулнă пирки йĕксĕксен шутне кĕртнĕ пирки, камунсене шăпах Алтеккин пек тавăруçăсем юрăхлăрах тесе калать. Изотов: “Алтаккин тусăм, ытла çиллес тавăру пулатчĕ”, — тени çине Алтеккин: “Пире çапнă-тăк, пирĕн те çапмалла”, – тесе тавăрать. Алтеккин çăварне вулакана килĕшмеллерех пултăр тесе Автор вăл пупсене вирлĕн витлесе каланине те чыхса хурать.
  24. Корней Хрисанович улпутпа Варлам ывăлĕ Мĕтри Хусана тухса каяççĕ. Поездра хăйсене хресчен пек тыткалаççĕ. Хусанта вĕсем Корнейĕн Лида ятлă хĕрĕн хваттерне каймалла, анчах алăк патне пыракан карчăк Лида тахçанах килменни çинчен пĕлтерет те алăка уçмасть. Çĕрле урамра тăрса юлнă арçынсем паллă ресторана каяççĕ.
  25. Ресторанри швейцар Корнея палласа илет, питĕ вашават кĕтсе илет. Арçынсем ăшăнса ларнă хушăра ресторан варринчи сĕтел çыннисене сăнаса лараççĕ. Акă ÿсĕр хĕрарăм сĕтел çине хăпарать те “Лезгинка” выляттарать. Корнея çакă хăйĕн Лида хĕрĕ пулнăн туйăнать. Мĕтри вара хĕре ыталаса чуптăвакан, ресторан тепĕр енне çавăтса каякан хура костюмлă арçынна палласа илет. Ку вăл пĕтĕм чăваш съездĕнчен, мусульмансен шурă çарне вăйлатма хĕтĕртекен, хăйсен хуторĕнчен, Агельский.
  26. Алтаккин тырă авăртма каять. Арман хуçисем армансене юри ĕçлеттермеççĕ. Вунă çухрăм çÿресе вăл Корней улпут килкартине çитет, ăна лаша кÿлме пулăшать те, каяс çĕре ларкăчĕ çине хăйех ларса илсе каять. Изотов патне кĕрет Корней. Унта Агельский темскер хăлаçланса ăнлантарать. Тен, большевик партине кĕрĕп, тет. Револьверне кăларса парать. Корней Хрисанович тÿсеймесĕр Агельские “сутăнчăк” тесе ярса илет. Юлашкийĕ тепĕр револьвер туртса кăларать.
  27. Вулăсăн Аслă пухăвĕ иртмелле, унта делегат пулса Уçка та кайма хатĕрленсе тухнă. Сарă кĕрĕк тăхăннă. Анчах халăх çурче патне çитсен. Халăх кĕрлени илтĕнет. Кулаксем Изотова çавăрса илнĕ те хĕнеççĕ. Уçка та кĕрсе каять. Унăн сарă кĕрĕкне çурса тăкаççĕ. Хусанран губкомран килмелли çын – Николай – килсе кĕрет. Кулаксем пĕр хушă шăпланаççĕ. Унтан Николай хирĕç те чышкă çĕклеме тытăнаççĕ. Халăх милицийĕ пырса кĕрет. Кулаксене арестлеççĕ.
  28. Аслă пуху пуçланать. Николай Вавилов революционер çĕр валеçесси тата ытти ыйтусене хускатать, халăх хумханса каять, Агельский телефонограмма туртса кăларать те, вăхăтлăх правительство вырăнтах ларни, большевиксене итлемелле марри çинчен пĕлтерет. Юлашкинчен ăна тата 12 çынна пухуран кăлараççĕ. ВИК председателĕ пулассинчен Изотов тунсан, Вавилова суйлаççĕ. Николай хирĕç нимĕн те калаймасть – ара, халăх ирĕкĕ-çке ку. Пухăва “Интернационал” юрланипе вĕçлеççĕ. Повеçĕн юлашки йĕрки: чăнах та, кивĕ тĕнчене тĕпренех аркатса, çĕнĕ пурăнăç тума вăхăт çитрĕ.

[i] тĕрленĕ алшăлли.

[ii] Çиллессĕн.

[iii] Лакăма.

[iv] Мăшăрĕсĕр тăлăха юлнă арçын.

[v] Ланчашка.

[vi] Вар анни.

[vii] Пусарайманнипе.

[viii] Ланчашки.

[ix] Ахăрса.

[x] Йăлă, тĕвĕ, ункă.

[xi] Кăмăллă, килĕшÿллĕ.

[xii] Тĕлĕрсе кайсан.

[xiii] Канăçсăр.

[xiv] Кăкласах.

[xv] Ăс! Тух!

[xvi] Арăмăн шăллĕ.

[xvii] Сÿс.

[xviii] Вăй, меслет.

[xix] Мăйракасăр.

[xx] Ухмах курăкĕ.

[xxi] Пукрас тиха. Çул каçнă тиха.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.