Мĕн тери аслă яту Санăн!

Чун кĕнеки 1: Псалтирь (66-151)


Тупмалли

1-6566 | 67 | 68 | 69 | 70 | 71 | 72 | 73 | 74 | 75 | 76 | 77 | 78 | 79 | 80 | 81 | 83 | 84 | 85 | 86 | 87 | 88 | 89 | 90 | 91 | 92 | 93 | 94 | 95 | 96 | 97 | 98 | 99 | 100 | 101 | 102 | 103 | 104 | 105 | 106 | 107 | 108 | 109 | 110 | 111 | 112 | 113 | 114 | 115 | 116 | 117 | 118 | 119 | 120 | 121 | 122 | 123 | 124 | 125 | 126 | 127 | 128 | 129 | 130 | 131 | 132 | 133 | 134 | 135 | 136 | 137 | 138 | 139 | 140 | 141 | 142 | 143 | 144 | 145 | 146 | 147 | 148 | 149 | 150 | 151

Николай Кушманов куçарса сăвăланă:


Псаломсем

Мухтав юррисем

66-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Хĕлĕх хурса каламаллисемпе.
Псалом. Юрă.

Эй, Турă, ырăлăхлă Эс пулсамччĕ,
Ăна куллен-кунах пилле пире.
Таса Сăнун çуттине тĕнчере
Чуна вăй-хал, хăват пĕрмай парсамччĕ.

Çĕр çинчисем Сан çул-йĕрне йăлт пĕлччĕр:
Пур халăха та Эс çăлассине,
Кашнийĕшне Эс пулăшассине.
Çĕр çинчисем çулна-йĕрне халь пĕлччĕр.

Эй, Турă, халăхсем Сана мухтаччăр,
Пур халăхсем те Сан Ятна-сумна
Çÿле çĕклеччĕр, савччăр яланах.
Эй, Турă, халăхсем Сана мухтаччăр.

Мĕнпур ăру куллен-кун хĕпĕртетĕр:
Халăхсене тÿррипе суд тăван.
Ăрусене пĕрмай пăхса тăран.
Мĕнпур ăру куллен-кун хĕпĕртетĕр.

Эй, Турă, халăхсем Сана мухтаччăр,
Пур халăхсем те Сан Ятна-сумна
Çÿле çĕклеччĕр, савччăр яланах.
Эй, Турă, халăхсем Сана мухтаччăр.

Çĕр хăйĕн çимĕçне пире халь пачĕ.
Хăй Турă шав хĕрхентĕрччĕ пире.
Пилне сĕнсе тăринччĕ тĕнчере.
Çĕр хăйĕн çимĕçне пире çеç пачĕ.

Пĕртен-Пĕр Турă Хăй телей пиллетĕр,
Вĕçĕ-хĕррисĕр çĕр Унран кăна
Сехĕрленсе тăрайтăр яланах.
Пĕртен-Пĕр Турă Хăй телей пиллетĕр.

67-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ. Юрă.

Çÿле çĕклентĕр те пăлхантăр Турă.
Çумри тăшманĕсем саланччăр пурте.
Ăна пит курайманнине пула,
Пÿлме ан хăйччăр Вăл çÿрес çула.

Йÿç тĕтĕме сив çил салатнă пек,
Йăлт сапаланчĕ, Турă, вĕсене халь.
Вутпа шăраннă ăвăс евĕрлех
Пĕрмай пĕтер çылăх пуррисене Эс.

Таса çынсем кашнийĕ хĕпĕртеччĕр,
Эс пуррипе телейлĕ эпĕр, теччĕр.
Вĕсем пĕлеççĕ Саншăн савăнма,
Мĕнпур ĕçне шав ырласа тăма.

Туррăмăра куллен-кун ăшшăн мухтăр,
Ятне асăннăçем хавассăн юрлăр.
Шур пĕлĕтсем çинче Пыракана
Аслăласа çеç тăрăр яланах.

Ун ячĕ — Турă, тейĕр, савăнса,
Ун умĕнче тăрар халь пуç тайса.
Пĕртен-Пĕр Çĕнтерÿçĕ çеç Вăл пирĕн,
Хăй пулăшсан тупатпăр эпĕр ирĕк,

Вăл пурăнать таса Çурт-йĕрĕнче,
Тăлăхсене сыхлать-ха ашшĕ евĕр.
Хĕрарăмсем тăрса юлсан пĕччен,
Тÿре пулса кĕç хÿтĕлет тĕллевлĕн.

Ютран килнисене кĕтес парать,
Тĕрме çыннисене те хăтарать.
Пач пăхăнманнисен шăпи синкерлĕ:
Вĕсем пушхирсенче кураççĕ терт çеç.

Эй, Турă, Эсĕ халăху умне
Çĕрле вут-хĕмлĕ юна пек тухсассăн,
Е пĕлĕт евĕр курăнса, çулне
Пушхирсем тăрăх кăтартса тăрсассăн,

Йĕри-тавра чĕтренĕ çĕр хăрушшăн.
Мăн пĕлĕтсем те ирĕлнĕ кĕçех.
Израилĕн Туррийĕ умĕнче
Синай та ишĕлнĕ вара пĕр хушă.

Эй, Турă, Хăвăн халăху çине
Эс вăйлă çумăрна та шав çутарнă.
Халран кайсассăнах вăл, кулленех
Ăна тĕрек парса вăйлăлантарнă.

Çак тулăх çĕршывра халь пурăнса,
Кашнийĕ эсĕр ырлăх курăр, тенĕ.
Кам чухăн, ун валли те васкасах
Мĕн кирлине пурне те хатĕрленĕ.

Каланă Турă сăмахне çапла:
Ыр сăмаха саракансем йышланĕç.
Ман халăхăн шăпи пĕр пек ялан,
Çĕнтернĕ хыççăн тупатех вăл канăç.

Ăна хăратакан çар патшисем
Çапăçура шар курнăран тараççĕ.
Килĕсенче ларса юлакансем
Тем тĕрлĕ тупăша пĕрле пайлаççĕ.

Вырнаçнă хыççăн çак пуян çĕрте
Ыр кăвакарчăна асилтерет ĕр.
Çунатăра йăлт сăрнă кĕмĕлтен,
Тĕкĕрсене ылтăнпа илемлетнĕ.

Ку тăрăхри патшасене Хăй Турă
Хăватлă вăйĕпе çапса ватсан,
Селмон тăвĕ çинче выртан шур юр пек,
Тавралăх кĕмĕл лĕнчĕ васкаса.

Васан — Пĕртен-Пĕр Туррăн тăвĕ, тетпĕр.
Васан çÿллĕ пулнишĕн тĕлĕнетпĕр!

Эй, çÿллĕрен те çÿллĕ мăн тусем,
Мĕскершĕн ун çине вĕчĕрхенсе,
Пит кĕвĕçсе те тарăхса пăхатăр?
Çав ту çинче Хăй Турă пурăнать-çке!

Çар урапийĕсем нумай сĕре,
Пине çитеççĕ-тĕр. Кашнийĕ — Туррăн
Вĕсен хушшийĕнче Синай — пĕрре,
Таса çуртра пурăнакан çук урăх.

Пит çÿллĕ вырăна Эс улăхсан,
Тăшмансене те тыткăна илейрĕн.
Этемсенчен парнесем йышăнса,
Вĕсем те Турă патне çитчĕр, терĕн.

Пĕртен-Пĕр Турă куллен-кун мухтавлă,
Ăна ырламалла пур кăмăлтан халь.
Вăл пирĕн ÿт çине çĕклем хурать,
Кайран йывăрлăхран Хăех çăлать.

Мехел çитсессĕн Аслă Турă Хăй çеç
Тем тĕрлĕ инкекрен хăтарĕ хăвăрт.
Мĕн-ма тесессĕн, вилĕм хапхисем
Ун аллинче. Ăна итлĕç вĕсем.

Вăл çеç çынна вăй-хал парать, чĕртет
Çут тĕнчере ыр кур-ха эсĕ, тет.
Этем Хăйне куллен пăхăнмасассăн,
Ăна чĕр тамăка чикет васкавлăн.

Хăех тăшманĕсен пуçĕсене —
Çылăхĕсем ăшне путнисене —
Вĕсем чатлăхсене тарса кайсан та,
Тăрать пурне те Турă тавăрса çеç.

Пĕлтерĕ Вăл кашнийĕшне çапла:
Сире Васан çинчен те аркататăп,
Тинĕс тĕпне ансассăн та тупатăп,
Пĕтетĕр вăрă-хурах пек ялан.

Вара усал çынна хыт тавăрсассăн,
Тÿр кăмăлли чунтан савăнатех.
Ури те унăн, йытă чĕлхи майлăн,
Тăшманăн юнĕпе çăвăнатех.

Эй, Турă, Эсĕ пынине мăнаçлăн
Сăнарăмар эпир пур кăмăлтан.
Патша пурăнакан Таса Çурта
Çывхарнине сăнарăмăр хаваслăн.

Малта юрлакансем утса пыратчĕç,
Кăшт каярах — кĕвĕ калакансем.
Шăп варринче ытла чипер хĕрсем
Тимпан çапа-çапа шав кăларатчĕç.

Саккунăн Арчине йăтакансем
Кăшкăрашатчĕç: «Пурте, пурте тухăр!
Израиль ăрăвĕнчи маттурсем
Пухусенче Турра кăна шав мухтăр!

Ун питĕ ырă ĕçĕсем çинчен
Тăвансене йăлт каласа пĕлтерĕр.
Ăна çеç ырлăр халăх хушшинче,
Вăл чаплине пурне те ĕнентерĕр!»

Кунтах Вениамин — чи кĕçĕнни,
Иуда йăхĕнчен — эп, текенни,
Завулонпа Неффалим енчисем те
Утатчĕç-ха. Вĕсем — чăн-чăн князьсемччĕ.

Ятарласа эп кĕлтăватăп: хăвăн
Турру сана тĕреклентертĕр хăвăрт.
Эй, Турă, пирĕншĕн мĕн тунине
Çирĕплетсе пырсамччĕ кулленех.

Иерусалим храм ĕшен Сана
Пур патшасем те парнесем сĕнеççĕ.
Хăвна кăна — Пĕртен-Пĕр Хуçана
Кирек ăçта пулсан та хисеплеççĕ.

Хăмăшлăхри пит çăткăн кайăка та,
Халăх пăрушĕсен кĕтĕвĕнче
Пĕр вăкăра Хăв асăрханăçем,
Сĕмсĕрленсен вăл, Эс чарсам, ыйтатăп.

Вĕсем пуян пулнишĕн мухтанаççĕ,
Ылттăнĕн кĕмĕрккипе савăнаççĕ.
Халăхсене, вăрçма пит юратсан,
Вăй-хăватупала салат ялан.

Кайран мĕн пуласса курса тăратăп:
Египт çĕршывĕн аслă çыннисем,
Эфиопи ç ĕр ĕçĕнчи туссем
Килеççĕ Сан патна. Çакна шанатăп.

Эй, çĕр çинчи мĕнпур патшалăхсем,
Çут тĕнчере пурнакан этемсем,
Турра куллен-кун мухтаса çеç юрлăр,
Турра хаваслăн юрласа шав мухтăр!

Вăл пĕлĕтсен пĕлĕчĕсем çинче
Пит вăйлă сассине илтĕнтерет те,
Куçа шартса вут-çиçĕм çиçтерет те,
Вара илемленсе каять тĕнче.

Ăна тивĕçлипе аслăлăр пурте,
Ун чапĕ халь Израил çĕрĕнче.
Хăватлă вăйĕ пĕлĕтсем çинче,
Турра çултан-çулах аслăлăр пурте!

Эй, Турă, Эсĕ Хăвăн Çуртунта
Таса вырăнунта курнăн хăрушшăн.
Израилăн Мухтавĕ, халăхушăн
Хална та тĕрекне парсам татах.

68-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Шошаннимпе. Давид псаломĕ.

Эй, Турăçăм, хăтар, çăлсам мана,
Шыв-шурлăх пытарасшăн-çке чуна.
Тăшманăмсем çилленчĕç çав хальхаççăн,
Сăлтавĕ пур е çук — пит кураймаççĕ.

Кĕрсе эп ÿкрĕм тарăн шурлăха,
Нимскер çине пусма пултараймастăп.
Шыв ăшĕнче пĕччен тапаçланатăп,
Хум сĕтĕрсе каять. Чакать вăй-хал.

Хам Туррăма пĕрмай эп чĕннĕрен,
Халран кайсан, ÿт-пĕвĕмĕм ĕшенчĕ.
Куç ывăнчĕ Ăна çеç кĕтнĕрен,
Пыр типнĕрен калас сăмах вĕçленчĕ.

Мана сăлтавсăр курайман çынсем
Пуçăмри çÿç пĕрчисенчен нумай-çке.
Айăпăм çук чухнех хĕпĕртесе,
Хăяççĕ-çке усал элек сармашкăн.

Тăшманăмсем пайланчĕç çав, мана,
Тĕк тăраканскере, усал сунаççĕ.
Пĕр-пĕр пурнăçламан япалана,
Хăв турăн-çке, тесе йышăнтараççĕ.

Эй, Турăçăм, Эс ман мĕнпур ĕçе,
Ăссăрлăха та йăлт пĕлсе тăратăн.
Енчен те çылăха кĕрсен, веçех,
Пурне те хăвăрттăн Хăв асăрхатăн.

Эй, Турăçăм, çÿлти çарсен Турри,
Сана шанакансем тĕнче хурри
Ан пулччăр. Эп çапла чунтан ыйтатăп,
Мĕн-ма тесен, ман чĕремре çук айăп.

Эй, Турăçăм, Израилĕн Турри,
Хăвна шанса пурнакансен ури
Шурлăхалла нихçан кĕрсе ан кайччăр,
Мана пула вĕсем ан намăсланччăр.

Пĕр Саншăн çеç эп хурлăх, терт чăтатăп,
Пĕр Саншăн çеç пĕччен асапланатăп.
Сăн-питĕм ман, ытла вăтаннăран,
Сăлтавсăрах инкек курать ялан.

Тăванăмсемшĕн ĕнтĕ пултăм ют,
Анне ывăлĕсем те палламаççĕ.
Курсассăн: хăвăн çулупа эс ут,
Тесе каланăн, хăвăрт пăрăнаççĕ.

Пĕр Сан Çуртушăн хытă тăрăшни
ÿт-пĕвĕме куллен-кун сиенлетрĕ.
Хăвна хурлакансем йĕкĕлтешни,
Такама мар, мана çеç мĕскĕнлетрĕ.

Çавна пула типĕ тытса йĕретĕп,
Чун куляннипеле пит эрленетĕп.
Анчах та çакăншăн çынсем хамран
Мăшкăлласа кулаççĕ-çке ялан.

Палăртасах тесе куляннине
Тăхăнтăм та эп хуйхă тумтирне,
Вĕсен çывăхĕнче каллех терт тупрăм,
Сăлтавсăрах çынсен кулли çеç пултăм.

Тÿрийĕсем — хапха патĕнчисем,
Лараççĕ те тăрăхласа йĕплеççĕ.
Пуян çынсем — эрех ĕçекенсем —
Мана курсассăнах пит ихĕреççĕ.

Хурласшăн ĕнтĕ хăвăрт айвансем,
Йĕкĕлтешсе çĕн юрăсем хайлаççĕ.
Чунĕсене сутса çÿренĕçем,
Ăссăрланса айăплама пăхаççĕ.

Эй, Турă, кĕллĕмпе эп Сан умна
Пырса тăратăп, ырлăхна шанатăп.
Хăвна çеç кăмăллă чухне, чăнах,
Мана илтсе, çăлассине туятăп.

Эппин, туртса кăларччĕ туй ăнран,
Йÿç шурлăх ăшĕнче ман путас марччĕ.
Пит курайман этемсенчен часрах,
Çав тарăн шывсенчен те хăтăласчĕ.

Кĕр! кĕрлесе юхан хăруш хуму та
Хăйĕнпе ле ан сĕтĕртĕр мана.
Ытла та тĕпсĕр, çăткăн шăтăку та
Хупса ан хутăрччĕ пĕччен чуна.

Эй, Турăçăм, илтсем мана, илтсем,
Хута кĕрсе те питĕ хĕрхенсе,
Ĕç-хĕлĕме тĕпчевлĕн сăнасамччĕ,
Чăнах та, кăмăлу пит ырă Санăн.

Куляннă чух, Эс мĕскĕн чуруна
Тармасăрах кăтартнă Хăв сăнна.
Тархасласассăн, хăлхуна тайсамччĕ,
Эп кĕлтусассăн, ăшшăн тăнласамччĕ.

Чун патнелле çывхарччĕ яланах,
Хута кĕрсе хăтар, çăлсам ăна.
Тăшманăмсем пĕрмай кулма ан хăйччăр,
Вĕсем ÿт-пĕвĕмрен васкавлăн хăпчăр.

Мана хурланине, хур тунине,
Куллен-кун намăс кăтартнисене,
Пурнăçăмри мĕнпур тăшмансене те
Хăв умăнта тăнишĕн йăлт пĕлетĕн.

Çын хăртнипе çут ĕмĕтĕм путланчĕ,
Халран кайсан, пулмарĕ шеллекен.
Лăплантаракана та шав кĕтсен,
Пурнăçланмарĕ-çке çав ырă шанчăк.

Çиме ыйтсассăн, çăкăр вырăнне
Тăшманăмсем кулса мана ват пачĕç.
Ĕçес килсен, ăшчик çуннă чухне,
Хĕрхÿлентернĕ эрехпе сăйларĕç.

Эппин, вĕсен пуян ĕçки-çики
Пĕр хăйсене кайран инкек кăтарттăр.
Кашнийĕшне хура хуйхи-суйхи
Танатана васкавлăн вăркăнтартăр,

Пурин те вичкĕн чăрсăр куçĕсем,
Каç пулнă евĕр, хăвăрт тĕттĕмленччĕр.
Курма пăрахсанах, вĕчийĕсем
Ĕмĕрлĕхех аманччăр, сиенленччĕр.

Вĕсем çине хаярлăхна çитер,
Кашнин чунне çиллÿпеле витер.
Вут-çулăму хăрушланса ташлатăр,
Тăшманăмсем Санран куллен хăраччăр.

Хур тунисен çурт-йĕрĕсем пушанччăр,
Илемлĕхне яланлăхах çухатчăр.
Чатăрсенчи ачи-пăчийĕсен
Сасси ан пултăр, пĕтчĕр йăлт вĕсем.

Мĕн-ма тесен, вĕсем ют çынна мар,
Эс хĕн кăтартнă этемех хĕсеççĕ.
Хăв суранлатнисен йышне вăр-вар
Сана пула куллен-кун ÿстереççĕ.

Эппин, йĕркесĕр ĕçĕсем çумне
Йĕркесĕрлĕх хушма ан манччĕ туххăм.
Явап тытма мехелĕ çитсенех,
Сан умăнта нихçан тÿрре ан тухчăр.

Вĕсем чĕррийĕсен кĕнекине
Лекес тесен, хурат Эс кашнине.
Çав этемсем таса çынсемпеле те
Ним пулман пек ан çырăнччăр черетлĕн,

Эй, Турăçăм, эп халь асапланатăп,
Çут тĕнчере мĕскĕнленсе пурнатăп.
Эс пулăшни çĕклетĕрччĕ мана,
Тĕрек парса тăринччĕ шав чуна.

Хам Туррăмăн ятне аслăлататăп,
Ăна çĕн юррăмпа ялан мухтатăп.
Ырăласа çĕкленнĕ кăмăлпа
Пуласчĕ, тетĕп, пĕрмаях Унпа.

Хăшĕ-пĕри тĕреклĕ вăкăрне те
Е икĕ мăйракаллă пăрушне те
Парне парас тесен кăмăлтанах,
Туяп: ман юррăм кирлĕрех Ăна.

Нишлĕхрисем мана курсан пуç тайĕç,
Илемлĕ кĕвĕпе пит хăлартланăç.
Калатăп эп: Турра шыракансем:
Чĕп-чĕрĕ пулĕç сирĕн чĕрĕрсем.

Вăл тĕрмере хĕн куракансенчен те,
Ытла та мĕскĕн чухăн çынсенчен те
Нихçан та йĕрĕнмест, кĕлтунине
Итлет те пулăшать кашнийĕшнех.

Эппин, Ăна çĕр пичĕ, пĕлĕтсем,
Тинĕссенчи тем тĕрлĕ пулăсем
Ун вăй-халне туйса пит хăпартланччăр,
Çут тĕнчере Вăл пулнăшăн мухтанччăр.

Хăй Турă çăлĕ Сиона, кайран
Иуда хулисемшĕн те вăй хурĕ.
Вара, еткерлĕхне татах сарсан,
Унта Пурнакансем пĕрмай ыр курĕç.

Чурийĕсен çĕн ăрăвĕ çĕкленĕ,
Мухта-мухта çав тулăх çĕрсене
Хăйсем те хастарланĕç, тĕрекленĕç,
Çут тĕнчере шав сарĕç Ун чапне.

69-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Давид псаломĕ. Аса илмешкĕн.

Эй, Турăçăм, мана Эс хăтарсам,
Синкерлĕхрен часрах, часрах çăлсам.
Тăшманăмсем куллен чунсăрланаççĕ,
Сăлтавсăрах ура хума хăяççĕ.

Пит курайманскерсем, çав этемсем,
Хăйсем тĕл пулччăр мăшкăл, намăсланччăр.
Усал суннишĕнех сехĕрленсе,
Çынна култарччăр, каялла çеç тарччăр.

Эп хăвăрттăн тÿрре тухассине
Шанса тăракансем пит хĕпĕртеччĕр.
Вĕсем: Мăнаçлă Турă чурине
Кирек хăçан чапа кăларĕ, теччĕр.

Сана шыракансем хăпартланса
Хăв çеç çăлассине куллен туйса:
Çут тĕнчере Хăй Турă çеç пит Аслă,
Тесе калаччăр уçăмлăн, мăнаçлăн.

Эп мĕскĕн, юрлă çын кăна, çапах та
Хĕне лексен, мана Вăл алă парĕ.
Эй, Турăçăм, хăтар йывăрлăхран,
Пулăшăва курасчĕ хăвăртрах.

70-мĕш псалом

Эй, Турă, Сан çине шанса тăратăп,
Çĕре çити ÿкетĕп, пуççапатăп.
Ман тĕлĕшпе Эс тÿрĕ пулнă чух,
Пурнăçăмра намăсланнă шут çук.

Сăмахăма пит тимлĕн итлесем,
Инкек-синкек пĕрмай капланнăçем,
Мăн чул пекех тĕрек пулсамччĕ маншăн,
Е Çуртунта май килтĕр пытанмашкăн.

Эс манăн хÿтĕ вырăн, тăшманран
Сана пула кăна хăтăлаятăп.
Çăлас пирки Хăвах шантарнăран
Калатăп: Турă çеç сÿнми хăватăм.

Эй, Турăçăм, усал çын аллинчен
Хăвна юратнăшăн халь хăтарсамччĕ.
Хĕсĕрлекен, килпетсĕр этемрен
Хыт тапăнма хăпнишĕн пулăшсамччĕ.

Эй, Турăçăм, эй, Турăçăм-Хăватăм,
Пĕртен-пĕр шанчăкăм çут тĕнчере.
Çамрăкранпах пĕрмай хута кĕрен,
Çамрăкранпах мана Эс пулăшатăн.

Мана аннем ăшĕнчен Хăв çуратнă,
Ун кăкăрĕн сĕчĕпеле пĕрле
Ĕмĕтленме, хавхаланма вăй панă,
Ачаранах Сана савап куллен.

Эй, Турăçăм, эп Санăн чăнлăхна
Псалтирь кала-кала шав мухтăп.
Кĕсле сасси те янрĕ яланах,
Израиль Святойне савса çеç юрлăп.

Сÿнми Ятна ырланă чух, хаваслăх
Мана çÿл тÿпене çити çĕклет.
Вара пит мухтакан чĕлхе-çăварăм,
Пĕр Эс хăтарнă чун та хĕпĕртет.

Усал тума тăрăшакан çынсем
Хăйсем çеç мăшкăл курĕç, намăсланĕç.
Куллен-кун ывăнмасăрах чĕлхем
Тÿрĕлĕхÿ çинчен кăна калаçĕ.

71-мĕш псалом

Соломон çинчен (Давид псаломĕ)

Эй, Турăçăм, пилле те ырă сунччĕ
Ывăлăма, пулас çĕн патшана.
Ун тÿрĕлĕхĕпе тĕп-тĕрĕс сучĕ
Çут тĕнчере хаклаччăр Пĕр Сана.

Вăл хуçаланнă чух патшалăхра,
Ят-сумĕ шав çĕклентĕр халăхра.
Суд тутăр тÿррĕн этемÿсене те,
Мĕскĕнсене тертленнĕшĕн шеллетĕр.

Çĕршыв ăна çеç пăхăнтăр куллен,
Тусем кашнийĕшĕ шав тупчăр канăç.
Сăртсем те çынсене ыр пурнăç, савнăç
Пилленĕ май, ан иксĕлтĕр илем.

Вăл халăх хушшинчи мĕскĕнсене
Тÿре вырăнĕнче суд тутăр ÿлĕм.
Юрлисемпе вĕсен ачисене
Хĕсĕрлекенсене те хăвăрт пÿлтĕр.

Вара хĕвелпе уйăх пĕтиччен
Çынсем Санран çеç сехĕрленĕç пурте.
Çак шикленÿ пĕтмест, мĕн-ма тесен,
Çĕн ăрусемшĕн Ху — Хуçа, Ху — Турă.

Ламран лама йăх тăсакансене,
Чăнах та, Эсĕ кирлĕ çумăр евĕр.
Çапла тумла çĕре ÿкессине
Çаран та шăрăх кун кĕтет тĕллевлĕн.

Вăл патша пулнă чух, тÿр çын сăн-пичĕ
Илемлĕн тăрĕ йăлкăшса кăна.
Сар уйăхăн çутти те яланах
Пурне те перекет, пуянлăх пиллĕ.

Ун çĕрĕ, шывĕ пулĕ питĕ аслă,
Тĕнчен вĕçне-хĕрне çитичченех.
Тинĕсĕсем те шавлĕç ĕмĕрех,
Вăл хуçаланĕ пур çĕрте мăнаçлăн.

Пушхирсенче пурнакансем Ăна
Ÿке-ÿке пуççапĕç курсанах,
Тăшманĕсем çулне сăнанă хыççăн,
Ури йĕрне чуптавĕç умлăн-хыçлăн.

Фарсис патшийĕсемпеле пĕрле
Утрав пуянĕсем налук шав тÿлĕç.
Аравин е Сава хуçи куллен
Парне, укçа сĕнсе çеç тăрĕç ÿлĕм.

Мĕнпур патша ăна ÿксе пуççапĕ:
Сана çеç пăхăнатпăр-ха, тесе.
Çут тĕнчери тем тĕрлĕ халăхсем
Сăмахлĕç: ÿстĕр унăн сумĕ-чапĕ.
Вăл мĕскĕне те, тархаслакана та,
Куллен-кун хĕн курса пурнакана та
Синкерлĕхре май тупĕ пулăшма,
Йывăрлăхран тÿрех илсе тухма.

Чухăнлăхра кам шар тÿсет, йĕрет,
Кĕлмĕçлĕхрен, кам: ман тухасчĕ, тет.
Патша, сисетĕп, çавсене ал парĕ,
Чунĕсене — кашнийĕнне — хăтарĕ.

Чунĕсене улталанассинчен те,
Пусмăрлама шут тытнă çынсенчен те
Хăй çăлĕ те, утма тĕллев патне
Ыр сунĕ тÿрĕ кăмăллисене.

Вăл пурăнĕ, Аравинче ăна
Чи лайăх ылтăна ăшпиллĕн сĕнĕç.
Çынсем пĕр уншăн çеç кĕлтăвĕç, чĕнĕç,
Шав мухтĕç кулленех çĕн патшана.

Йĕри-тавра, тусен тăррисенче
Çуллен хумханса ларĕ тырă-пулă.
Вăрман пек кашлĕ вăл Ливан çинче,
Мĕнпур çĕрте тем тĕрлĕ çимĕç пулĕ.

Хуласенче йышланнăçемĕн халăх
Телей çеç курĕç çутă тĕнчере.
Вăл симĕс курăк евĕр ĕрчĕ, халлăн
Йăхне те тăсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех.

Çапла патшан ыр ячĕ çĕкленсе,
Хĕвел сÿнсе ларичченех упранă.
Ун урлă çĕр çинчи пур ăрусем
Ăшпиллĕх илнĕçем, шав аталанĕç.

Ăна пур халăхсем те туслăн ырлĕç,
Мухтав юрри пĕр ун çинчен çеç юрлĕç.
Ĕçне-хĕлне кăларнăшăн тÿрре
Ят-сумĕ йăлтăртатĕ ĕмĕрех,

Пĕртен-Пĕр Турă çеç çут тĕнчере,
Израилĕн Турри кăна мăнаçлă.
Хăй халăхне çăлас тесе хĕврен
Вăл хăватсем тума пĕлет ир-каçăн.

Ун чаплă ячĕ ĕмĕрех мухтавлă,
Çĕре ыр ĕçĕ тулĕ. Хăй çеç Аслă.
Хавхаланса каламалла кашнин
Пур кăмăлтан савса: Аминь! Аминь!

Иессей ывăлĕн Давидăн кĕллисем пĕтрĕç.

72-мĕш псалом

Асаф псаломĕ

Израильшĕн, таса чĕреллисемшĕн
Хăй Турă ырă ĕç кăна тавать.
Пит тулăх çĕр çинче пурнакансемшĕн
Вăй-хăватне пĕрмай парсах тăрать.

Кĕтмен çĕртен кăшт çеç эп йăнăшмарăм,
Тайкаланассинчен хама упрарăм.
Шуса ÿкессинчен те пурнăçра
Май тупрăм сыхланма аран-аран.

Ма пытарас? Усалсене ăмсантăм,
Пурнаççĕ ыр курасчĕ çеç тесе.
Ăссăррисен çулне-йĕрне сăнарăм,
Çÿреççĕ ним пулман пек иртĕхсе.

Пĕлесшĕн эпĕ: Турă саккунне
Пач пăхăнман çынсем ма час вилмеççĕ?
Чир-чĕр курмасăр, ватăличченех,
Вăйлăскерсем, тăн-тăн утса çÿреççĕ.

Хура ĕçе нихçан пурнăçламаççĕ,
Кашнийĕшĕ ăста хушса тăма.
Ытти çынсемпеле асапланмаççĕ,
Пĕлмеççĕ хурланма, куççуль тăкма.

Мăнкăмăллăн йăваш этемсене
Такăнтарас тесессĕн, именмеççĕ.
Намăспала витсе сăн-сăпатне,
Мул пулассишĕн питĕ иртĕхеççĕ.

Ÿт-пĕвĕсем ытла та мăнтăртан,
Ăшĕсенче кашнийĕн тĕрлĕ шухăш.
Сив куçĕсем пăхаççĕ тÿррĕн, шуххăн,
Ахаль çынна кăмăллас çук нихçан.

Ыр чунлă этеме кÿрентерсе,
Тăрăхласа та йĕплесе кулаççĕ.
Çын хушшинче пĕрмай элеклесе,
Хăйсен тÿрккеслĕхне çеç палăртаççĕ.

Шута хумаççĕ Турă саккунне,
Ăна хирĕçлесе каппайланаççе.
Ултавлă шухăша пит пăхăнаççĕ,
Сараççĕ вĕсене çут тĕнчене.

Çавна пула Ун халăхĕ пит хăвăрт
Суялăх ытамне кĕрсе ÿкет.
Ултавăн куркинчи шыва ĕçет,
Вара пулать кашнин кунçулĕ тăвăр.

Е çакăн пек пуплеççĕ: «Хăй çеç Турă
Сĕм-тĕттĕмре пире епле-ха куртăр?
Çут тĕнчери çынсен мĕнпур ĕçне
Пĕлсе тăма май çук-çке кулленех».

Каларăм хама хам: аллăмсене
Юр шывĕпе ĕретлĕн тасатсан та,
Сан умăнта ман айăп çуккине
Ĕç-хĕлĕмпе куллен-кун палăртсан та,

Вара кайран эп уссăр тертленнĕ
Чун-чĕреме сăлтавсăр питлени
Ахаль пулмарĕ-ши теме пуçларăм,
Иккĕленÿлĕхе татах вăйлатрăм.

Çапах та çав усал çынсем пекех,
Кунçулăма йăлтах сая ярсассăн,
Пулас ăрăвăн çыннисем тÿрех
Мана кайран вăрçайĕç пит хаяррăн.

Çавна шута илсе чылай шутларăм,
Шухăшласа канăçăма çухатрăм.
Пит йывăрччĕ чуна, ÿт-пĕвĕме,
Умри синкерлĕхе те шав çĕнме,

Пит кансĕрччĕ Таса Çуртна пĕччен
Кĕрсе курса йăлт танлаштариччен:
Усал çынсен пулать-и ыр малашлăх,
Вĕсен сăлтав халь пур-и мухтанмашкăн?

Çапла! Хăвах тÿрккес этемсене
Шуса ÿкмелли çул çине тăратнă.
Каярахпа шеллевсĕр кашнинех
Эс тĕпсĕр авăра вăркăнтаратăн.

Сисетĕп эп: вĕсен суя телейĕ
Килмест иккен пĕрмай мул пухнинчен.
Шăп çавăнпа усалсене сивлетĕн,
Тăратăн пĕрмаях çул юппинче.

Çурчĕсенче тин çеç тупатчĕç хÿтлĕх,
Анчах часах çука юлма тивет.
Йăх-несĕлĕ те ырлăх курмĕ ÿлĕм,
Вăл çул-йĕрне хăйсем пекех вĕçлет.

Пит тутлă ыйхăран вăрансанах,
Ыр тĕлĕк хăвăрттăн çухалнăнах,
Эс, Турă, çав çынсен çут ĕмĕтне те,
Суя ăмсанăвне те пĕтеретĕн.

Чĕремçĕм вĕресе çеç тăнă чух,
Ăшчикĕм касăлса ыратнă чух,
Сан умăнта ытла та айванлантăм,
Тÿрĕлĕхне тÿрех ăнкараймарăм.

Çапах та, Турăçăм, эп Хăвăнпах
Пĕрле пуласчĕ тетĕп яланах.
Мана Эс сылтăм аллуна паратăн,
Вăй-хăватна сĕнсе хавхалататăн.

Куллен-кун çутă пĕлĕвне пиллетĕн,
Вара Хăв ăсупа çеç çÿрететĕн.
Сисетĕп-ха: мухтавăма кайран
Ăшпиллĕ кăмăлпа савса саран.

Мана пĕр Эсĕ çеç тивĕçтеретĕн,
Пĕрле пулса ĕçме-çиме сĕнетĕн.
Çÿл тÿперен паран сÿнми телей,
Пурнăçăма чиперрĕн йĕркелен.

Хăш чух, чăнах та, ÿтĕм те, чĕрем те,
Çумра Хăв тăмасассăн, пит хавшать.
Чи Аслă Турă çеç ман чун тĕрекĕ,
Унпа кăна телейĕм тупăнать.

Куратăп эп: Сана сивлекенсем
Айăпĕсем пулнишĕнех пĕтеççĕ.
Вĕсем хăватунтан сивĕннĕçем
Çул-йĕрĕнче аташнă май çĕтеççĕ.
Эппин, ырри, хакли те çакă çеç:
Пуласчĕ манăн Турă патĕнчех.
Шăп çавăнпа Ăна кăна шанатăп,
Сион çывăхĕнче Хăйне мухтатăп.

Калатăп: Ун патне часрах çывхарăр,
Ун чух Вăл ютшăнас çук сирĕнтен.
Çылăхлисем! Аллăрсене тасатăр,
Тÿрленĕр те ан иккĕленĕр тек!

73-мĕш псалом

Асаф вĕрентни

Эй, Турă, улăхри сурăхсене
Чăтсан, йăтсан çилленсе çитнĕ евĕр,
Мĕскершĕн пăрăнса иртен тĕллевлĕн,
Пăрахрăн-шим пире кашнийĕшне?

Çак чаплă çĕрсене аттемĕрсем
Хĕçпе çĕнсе илмен, мĕн-ма тесен,
Çут тĕнчере вĕсем хĕн-хур çеç курнă,
Вăй-хал енчен те питĕ халсăр пулнă.

Эппин, Эс авалхи пулăмсене,
Çак халăха Ху çеç суйланине
Аса илсем ăш кăмăлпа, тархасшăн,
Сион çинчен епле шав пулăшаттăн.

Тăшман мĕн пуррине ним уямарĕ,
Таса Çуртна тустарчĕ те аркатрĕ.
Эппин, çав вырăна çитсе курсам,
Ху куçупа тĕпчевлĕн сăнасам.

Чиркĕвĕнте епле хыт ахăрашрĕç,
Ялавсене çĕре илсе пăрахрĕç.
Хăйсен паллисене пит чысласа,
Хăварчĕç çÿллĕ вырăна çакса.

Ем-ешĕл йывăçăн мăн туратне
Ÿсме памасăрах касса антарнăн,
Çĕклерĕç те вĕсем пурттисене
Вара çуртсем пит юхăнчĕç васкавлăн.

Чиркÿ çинче мĕн чухлĕ чĕнтĕрсемччĕ,
Илемĕпе ялан килентеретчĕç.
Сăнăсемпе пĕрмай пере-пере
Йăлт çĕмĕрчĕç-çке вĕсене тÿрех.

Сан ятупа çĕкленĕ Кермене —
Таса Çуртна — вут пăрахса çунтарчĕç.
Хисеплĕ ыр çынсен пÿрчĕсене
Ватса-ишсе юрăхсăра кăларчĕç.

Йĕкĕлтешсе вĕсем çапла пуплерĕç:
«Йăлт пĕтерер халь вĕсене шеллевсĕр».
Чи Аслă Турă ячĕллĕ çуртсем
Ĕлĕкхи пек лармаççĕ илĕртсе.

Çухатрăмăр эпир ялавсене,
Пророксене те çĕршывра курмастпăр.
Çак терт-асап хăçан пĕтессине,
Ыр кун килессине те чухламастпăр.

Эй, Турăçăм, пĕлтерччĕ, хăçанччен
Тăшман кашнийĕнчен çапла кулать-ши?
Сан ыр ятна та вăл хăш тапхăрччен
Пĕрмай сума çумасăр пурăнать-ши?

Мĕскершĕн Эсĕ сылтăм аллуна
Чарса тăратăн-ши? Эппин, ăна
Хăв хĕвÿнтен, тархасшăн, кăларсамччĕ,
Унпа тăшмансене йăлт тĕп тусамччĕ.

Эй, Турăçăм, пире çăлас ĕçре
Хăв çеç патша Эс ĕмĕр-ĕмĕрех.
Эппин, тÿрккес этемсене ир-каçăн
Усал ĕçсемшĕн тавăрсам хаяррăн.

Хăватупа Эс шавлă тинĕсе те
Васкавлăн уйăрсаччĕ ик енне.
Сăхма тăрăшакан çĕленсене те
Пуçтарнăччĕ Хăвах шыв авăрне.

Левиафан хăрушă мар-çке Саншăн,
Вĕлермеллех ăна Эс амантсассăн,
Кайран сĕнсеччĕ çимĕç вырăнне,
Çав тискер кайăка шаккалсене.

Çĕр тĕпĕнчи çăлсен куçне уçатăн,
Юханшывсен енне шав антаратăн.
Е вĕсене курман вăй-хăватпа
Йăлт типĕтен. Кам тупăшĕ Санпа?

Хĕвеллĕ кун черетленсе шăвать,
Хура каçпа вăл улшăнсах тăрать.
Çăлтăрсене те, сарă хĕвеле те
Ху тунă: пурăнччăр тесе ĕретлĕн.

Çĕрсем хăш вырăнта пуçланнине те
Тата вĕсем ăçта вĕçленнине,
Çу кунĕнче сив хĕл пулассине те
Хăв палăртнă. Саватпăр вĕсене.

Аса илсем: тăшман Сана хурлать,
Май туйсанах мăшкăллама хăять.
Ăссăррисем те, кур-ха: ирĕн-каçăн
Таса ятна сивлеççĕ, варалаççĕ.

Эппин, Эс кăвакарчăнун чунне
Ан парччĕ çав тискер кайăксене.
Мĕскĕнсем пирки те ан мансамччĕ,
Çак ушкăна аса илсех тăрсамччĕ.

Ху сăмахна манса ан кай, тархасшăн,
Улах вырăнсенче пусмăрламашкăн
Çуртсем, чăнах та, халĕ пит нумай,
Пулать-ши вĕсенчен час хăтăлма?

Терт куракан çуртне таврăнсанах
Тек намăс-симĕс пурнăçра ан куртăр.
Мĕскĕн çынпа юрли те яланах
Сана мухтанăçем ан тÿсчĕр хурлăх.

Эй, Турăçăм, тăрсамччĕ, итлесемччĕ,
Пĕр Хăвăн ĕç-хĕлне хÿтĕлесемччĕ.
Ăссăртараххисем йĕпленине
Аса илсемччĕ Эсĕ кулленех.

Тăшманусем кăшкăрнине ан ман,
Пуçĕсене çĕклеççĕ, ав, ялан.
Вĕсем кашнийĕшĕ пит мухтанаççĕ,
Усал ĕçĕсемпе тÿрре тухаççĕ.

74-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Ан пĕтерсем. Асаф псаломĕ. Юрă.

Эй, Турăçăм, чунтан, пур кăмăлтан
Ятна-сумна куллен аслăлататпăр.
Сан хăвату пит çывăх пулнăран,
Ăна хăпартланса пĕрмай ырлатпăр.

Аттесене синкерлĕ вăхăтра
Пĕр Эс пулăшнине аса илетпĕр.
Шăл çавăнпа ал парасса кĕтетпĕр,
Хăвна кăна мухтатпăр юрăра.

Пире калатăн Эсĕ çапларах:
«Çитейтĕр вăхăчĕ, вара Хамах;
Кама мĕн пÿрнине уçса паратăп,
Тÿре пулса пурне те суд тăватăп.

Ун чух кĕç пуçлĕç шавлама çынсем,
Хăранипе хускалĕç-ха вĕсем.
Пурне те Эпĕ çакăн пек пĕлтерĕп:
Çĕр никĕсне Пĕччен тĕреклентерĕп.

Ăс çитменнисене тÿрех хушатăп:
Çитет, ан ухмахланăр пурнăçра.
Усал этемсене чарса калатăп:
Ан çĕклĕр эсĕр халь мăйракăра.

Вăй-халăр пуррипе пит ан мухтанăр,
Мăнкăмăллăхăра пĕрмай пусарăр.
Пустуй сăмахсемпе сăлтавсăрах
Ан кÿрентерĕр эсĕр шав Турра.

Çĕкленесси хĕвелтухăçĕнчен те
Е анăçри пĕлмен вăйран килмест.
Ăна куллен кĕтсессĕн, пушхиртен те
Çав çăлăнăç хăй тĕллĕнех çитмест.

Мĕн-ма тесессĕн, çутă тĕнчере
Кирек хăçан та суд тăвать Хăй Турă.
Хăшпĕр çынна Вăл; хăвăрт ÿкерет
Е теприне çĕклет: ан кур, тет, хурлăх.

Мĕн-ма тесессĕн, Унăн куркинче
Эрехĕ чашкăрса кăна тăрать-çке.
Ăна темтепĕр хутăштарнăçем,
Пит йÿçĕскер, чăнах та, вăл хăватлă.

Хăй аллипе яра-яра парать те,
Вара минреççĕ сăйланакансем.
Анраса кайнăран усал çынсем
Ун çĕприне те йăлт сăрăхтараççĕ.

Иаков Туррине çут тĕнчере
Аса илсе эп тăрăп ĕмĕрех.
Ăна савса пур кăмăлтан шав мухтăп,
Пĕр Ун çинчен хавхаланса çеç юрлăп.

Чашкăракан эрех вăйне кăтартĕ:
Тĕп пулĕ мăйраки усал çынсен.
Вара ĕç-хĕлĕ тÿркăмăллисен
Лайăхлансассăнах, инкекĕ тарĕ.

75-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Хĕлĕх курса каламаллисемпе.
Асаф псаломĕ. Юрă.

Иудейре Турра аван пĕлеççĕ:
Ун ячĕ питĕ сумлă тĕнчере.
Ăна çынсем, чăнах та, хисеплеççĕ,
Пулнишĕнех кашнийĕншĕн тÿре.

Вăл Салимре (Иерусалимре)
Илемлĕ Çурт-йĕрне чипер çĕкленĕ.
Ун вырăнĕ Сион çинче хитрен
Чапне сарса куллен-кун тĕрекленнĕ.

Хăех Вăл çĕмĕрен уххисене,
Тем тĕрлĕ хĕçпăшалăн хисепне,
Çапăçакансене пĕтерчĕ, чарчĕ,
Вут вăрçă ураписене çунтарчĕ.

Чăнах та, Турăçăм, Хăв çеç мухтавлă,
Кирек епле ĕçÿ ăнса пырать.
Хурах пек тусенчен те Эс хăватлă,
Усал тăшман Сана шав пăхăнать.

Тÿрккес чĕреллисем те аллуна
Лексессĕн, пурте тĕлĕрсех шăпланчĕç.
Ĕмĕрлĕхе ыйха путсассăнах
Вăй-хăватне туллин кăтартаймарĕç.

Иаковăн Турра хистенипе
Вут вăрçă урапи те, ун лаши те
Ытла та хăвăрттăн тĕлĕрнипе
Ним тăваймарĕç. Вăл хăрушă питĕ.

Çилленнĕ вăхăтра Сан умăнта
Хăюллăн калаçмашкăн кам пултарĕ?
Кам тăрĕ Турăпа куллен пĕртан,
Кам хăйĕ калама: Унран эп харсăр?

Эс çÿллĕ тÿпере суд тунине
Пурне те пытармасăр йăлт пĕлтертĕн.
Хăв мĕн шутланине те илтĕнтертĕн,
Çавна çитертĕн хăвăрт çĕр çине.

Тертленекенсене çăлас тесе,
Хăй Турă суд тумашкăн пикенсен,
Хура çĕр хăраса тÿрех шăпланчĕ,
Тавралăх та тăнăçлăхра тăлланнă.

Этем ним уямасăр çиленни,
Ыран мĕн пуласса пач пĕлменни
Сана мухтанине кăна систерĕ,
Мĕн-ма тесен, Эс çиллÿне пĕтерĕн.

Туррăмăра кĕлтăвăр кулленех,
Асăннине парсамăр çийĕнчех.
Нумай турра савни ытла хăрушă,
Парнĕрсене сĕнсен пуççапăр Уншăн.
Вăл пуçлăхсен сив кăшăлне чарать,
Кашнийĕшне, ырăланма хушать.
Чылай патшашăн Турă çеç хăрушă,
Эппин, кунçулăр ан иртейтĕр пушшăн.

76-мĕш псалом

Идифумăн юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Асаф псаломĕ.

Ман сассăм çĕкленет çÿлтен çÿле,
Ăна Хăй Турă лайăх илттĕр, тетĕп.
Хыт тархаслатăп та çапла куллен,
Хама Вăл тăнлама пит ĕненетĕп.

Хĕн курнă вăхăтра Турра шыратăп,
Çĕрле те аллăм çĕкленсех тăрать.
Чун канăçне йăлтах çухатнăран,
Сисчевлĕскер, халь тин лăпланаймастăп.

Аса илетĕп те Ăна, часах
Пăлханнипе пăшăрханма пуçлатăп.
Тем-тĕрлĕ шухăш авăрне чăмса,
Чун-чĕм ывăннине кĕçех туятăп.

Ман куçăма кăштах, самантлăха та
Хупма памастăн Эсĕ, шăп тăратăн.
Аптраса çитнĕрен тухмасть сăмах,
Тен, калаçма та мантăм эп йăлтах?

Аваллăхăн шăв-шавлă вăхăтне,
Хыçа ăсаннă чаплă кунсене,
Сан ырă ĕç-хĕлне умра куратăп,
Çав иртнĕ ĕмĕрсем пирки шутлатăп.

Çĕрле юррăмсене аса илсе,
Тата мĕн пулĕ малашне тесе,
Ăс-хакăл çивĕчленнине туятăп,
Чун-чĕрене шанатăп, калаçатăп:

Эй, Турăçăм, эс хăçанччен мана
Аса илмесĕр, шав манса пурнасшăн?
Хăш тапхăрччен ăшпиллĕ çут сăнна
Пач кăтартмасăр инçетре тăрасшăн?

Хĕрхенĕвÿ ламран лама куçатчĕ,
Шеллес теместĕн-им ĕлĕкхиллех?
Ыр сăмаху ахах пек йăлкăшатчĕ,
Вăл сÿнчĕ-шим, йăл илмĕ-ши каллех?

Ырăлăхна пÿлетĕн-им Хăвах
Ăна сĕнес килмест-им Сан татах?
Çилленнипе Эс хупрăн-им васкавлăн
Умри пĕртен-пĕр хапхуна шăв-шавсăр?

Вара каларăм эпĕ çакăн пек:,
Сылтăм алли улшăннă Аслă Туррăн.
Шăп çавăнпа та савнăç курмăп тек,
Çак пулăма кура тĕл пулăп хурлăх.

Эппин, аса илем Ун ĕç-хĕлне,
Çут тĕнчене Вăл Хăй пултарнине.
Тахçан авал кăтартнă хăватне те
Умра курса тăрам-ха эп ĕретлĕн.

Эй, Турăçăм, тем тĕрлĕ пулăмна та
Ăса çивĕчлетсе кăшт ăнкарам.
Сан пысăк ĕç-хĕлне çапла сăнăм та
Вара пит тарăн шухăша путам.

Эй, Турăçăм, çулу-йĕрÿ таса,
Умра выртать вăл çуттăн йăлкăшса.
Санран асли çут тĕнчере пурах-ши?
Никам та çук. Хамах çапла хуравлăп.

Эй, Турăçăм, çÿлти çарсен Турри!
Куçу умĕнче Сан хури-шурри.
Тем тĕрлĕ йăх хушшийĕнче вăйна та,
Ыр хăватна та Хăв çеç кăтартатăн.

Суйланă халăхна сĕнсе телей,
Тахçан Хăв çеç Иаковпа пĕрле
Иосифăн ачисене ал панă,
Вĕсем инкек чăтсассăнах хăтарнă.

Шывсем Сана тĕсесенех, эй, Турă,
Хăранă-çке ытла та, тем те курнăн.
Сехĕрленсе кисреннĕ мăн тусем,
Арканнă хăвăрт тĕпсĕр вырăнсем.

Пĕлĕтÿсем çинчен Эс шыв юхтарнă
Ялтравлă уххуна вĕçтернĕ май.
Аслатие хăрушшăн авăттарнă,
Пурне те пĕлнĕ Хăв çеç хăратма.

Сасси ун пĕлĕт айĕнче кĕрленĕ,
Вăл илтĕннĕ мĕнпур тавралăхра.
Çине-çинех Эс çиçĕмне систернĕ,
Шыранăн канăç çав çил-тăвăлра.

Вут-çиçĕмне пула тĕнче илемлĕн
Самантлăха яр-уççăн çуталсан,
Çĕр кисренсессĕн, хытă хăрасан,
Кайран хĕвелĕ йăлкăшнă телейлĕн.

Çулу Сан аслă тинĕсÿ çинче.
Шыв çийĕпе те сукмаку иртет пуль.
Çавна çут тĕнчере никам веçех
Пĕлме пултараймасть тÿрех ĕретлен.

Эс хăвăн халăхна кĕтÿçĕ пек
Моисейпе Аарон аллипе
Ертсе пыма пултарнă, çавăнпа та
Сана ĕлĕкхиллех чунтан шанатăп.

77-мĕш псалом

Асаф вĕрентни

Эй, халăхăм, ман закона тăнла,
Чĕлхем каланине те йăлт хакла.
Хăлхăрсене тайсассăн, шăп тăрсассăн,
Май пулĕ сирĕн лайăх ăнланмашкăн.

Ытарлă хайлава итленĕçем,
Аваллăха та эп аса илетĕп.
Пулса-иртни çинчен юптарнăçем,
Тĕп шухăшăм пирки те пĕлтеретĕп.

Мĕн илтнине тата чухланине,
Аттемĕрсем каласа панине
Çĕн ăруран нимскер те пытармастпăр,
Шурсухалсем пекех уçса паратпăр.

Вĕсен ачисене чи Аслă Туррăн
Мухтавĕпе хăвачĕсем çинчен,
Вăл тунă тĕрлĕ ĕç пирки куллен
Йăлт каласа ларасчĕ тетпĕр уççăн.

Иакова Вăл ирĕкне пĕлтернĕ,
Израиле те законне пилленĕ.
Çавна çеç пăхăнăр тесе ялан
Хушса хăварнă. Уйрăлнă кайран.

Ун законне ламран лама çитерччĕр,
Çут тĕнчере пурăнакан çынсем.
Ачисене те пĕтĕмпех пĕлтерччĕр,
Чунĕсене вырнаçчăр çырнисем.

Ĕмĕчĕсем арпашăнса ан кайччăр,
Чи Аслă Туррăн ĕç-хĕлне ан манччăр.
Заповĕчĕсене асра тытса,
Хисеплесе çеç пурăнччăр тасан.

Хăлăхсăр ăру евер, ашшĕсем: пек,
Пăсăк чĕреллĕ те Турра ялан
Тĕп-тĕрĕссĕн, пач пăхăнса тăман
Çынсем пекех ан пулччăр. Ма тесессĕн,

Ефрем ывăлĕсем вăрçа кĕрсессĕн,
Тăшмансене уххисемпе пемесĕр
Чалне-сумне çухатнăран ялан
Хăранипе шав чакнă каялла.

Мĕн-ма тесессĕн, Турă сăмахне
Вăл хушнине тата вĕрентнине
Шутран кăларнă май, хисеплемесĕр
Вĕсем курăннă-çке ытла илемсĕр.

Ун пултарулăхне кашнийĕ маннă,
Пĕртен-пĕр тĕрес çул-йĕрне çухатнă.
Тĕлĕнмелле, хăватлă ĕç-хĕлне
Асăрхама пăрахнă кулленех,

Вăл Хăй кăна Цоан тăрăхĕнче
Египетăн илемлĕ çĕрĕнче
Ашшĕсене, шалт тĕлĕнтернине те,
Куç умĕнче темтепĕр тунине те,

Хÿме пек хумсене тăратнине,
Шăв-шавлă тинĕсе уйăрнине,
Кайран каçса каймашкăн пĕр чăрмавсăр
Майсем туни пирки те пурте маннă.

Шур пĕлĕчĕ маяк пек кăнтăрла
Епле утмаллине тÿрех кăтартнă.
Хĕвел ансан та вут çути çаплах
Мала çеç талпăннă хавхалантарнă.

Пушхирсенче пит ĕшенсе çитсен,
Вăл халăха татах та тĕлĕнтернĕ.
Чул çурнă кăшт тăрсан, кĕтмен çĕртен
Тăраниччен пурне те шыв ĕçтернĕ.

Ту-чакăлран çăлкуçĕ тапнăран,
Самантлăха та вăл чарăнмасан,
Çырма пекех, сив шыв юхма пуçланă,
Хăлхасене илĕртсе шăнкăртатнă.

Анчах та этемсем ăса кĕмен,
Çылăхĕсем йышланнă çулсерен,
Çÿлти Турра татах та кÿрентернĕ,
Ун ĕç-хĕлне тÿрккесленсе сивленĕ.

Выç кăмăлне тивĕçтерес тесе,
Хăйсем юратнă çимĕçе кĕтсе
Кашнийĕшĕ Ун ĕç-хĕлне сăнанă,
Апат çисе курасшăн ăшталаннă.

Турра хирĕçлесе çапла пупленĕ:
Сăнаса тăнипех çак пушхире
Тупма пултăраять-им Вăл тÿрех
Пурин валли те çимелли? Пĕлесчĕ.

Чăнах та, Вăл чула çапнипеле
Шыв юхнипе çырма тупсах тăрать-ха.
Суйланă халăхне Хăех куллен
Ашне те, çăкăрне те параять-шим?

Çакна илтсессĕн Турă çилленсе
Иаков çумĕнче вут ялкăштарнă.
Израиле те хытă кÿренсе,
Малта ан пул тесе, шав чăрмантарнă.

Мĕн-ма тесен, çынсем Вăл çăласса та,
Йывăрлăха лексен, пулăшасса та,
Ырра шанма пăрахнă пек куллен,
Ăна чылайăшĕ пач ĕненмен.

Çапах та Турă çиллине пусарнă,
Çÿлте Тăраканскер, пĕлĕтсене
Хăйне çеç пăхăнма хушса каланă:
Уçсамăр эсĕр алăкăрсене.

Вара уй-хирсене тăкăннă манна,
Ăна çынсем пуçтарнă, хавасланнă.
Çапла Вăл вĕсене ак кулленех
Сĕнсе тăма пуçланă апатне.

Этем часах ангелсен çăкăрне
Çиме пикеннĕ тăраничченех.
Кашнийĕшĕн çителĕклĕ вăл пулнă,
Çав çимĕç ырана валли те юлнă.

Кунпа çеç Турă лăпланса тăман:
Хĕвелтухăçĕнче çиле хускатнă.
Кăнтăр енче те палăрнă хăват Ун,
Ăна та пĕлнĕ Вăл пăхăнтарма.

Çынсем çине тусан лек аш çутарнă,
Тустарнă евĕр тинĕс хăйăрне,
Кайăксене кĕç çĕр çине антарнă,
Çапла час пурнăçланă сăмахне.

Вĕсен чатăрĕсен çывăхĕнчех
Путенесем ÿкме пикенсенех,
Пурин те пурнăçĕ пит лайăхланнă,
Тинех çынсем куляннине те маннă.

Чăнах та, мĕн çиес тени умран
Ним чухлĕ те кунран-кун чакманран,
Ĕмĕтленни шав тулнăран ир-каçăн,
Анчах чылайăш виçерен тухсассăн,

Вĕсен тĕлне Турă çилли кĕç çитнĕ,
Мăнтăррисем пуçланă хĕн курма.
Нумайăш çылăха пула час вилнĕ,
Яш-кĕрĕм те пуçланă тăкăнма,

Израилĕн çамрăкĕсем пĕтсен те,
Çавах чылайăшĕ тăна кĕмен çав.
… Ун хăватне пачах ĕненменрен,
Айăпĕсем йышланнă çав çынсен.

Умри ăраскалне хакламанран
Ирттернĕ кунçулне усăсăрах.
Тĕллевĕ пулнă пушă пучах евĕр,
Пурăнайман кашни ĕретлĕн, евĕк.

Вăл вĕсене вĕлернĕ чух кăна
Пуçланă шырама çаксем Ăнах.
Ун еннелле çаврăннă та алхапăл
Пĕлтернĕ: Санпала пулмашкăн хатĕр..

Пире пулăшнине эпир туятпăр,
Ялан Эс хăтарассине шанатпăр.
Хăйсем вăйсăррине ăнланнăçем,
Асилнĕ тин Туррăмăра вĕсем.

Ун умĕнче куллен-кун йăпăлтатнă,
Суеçтерме те вăтанса тăман.
Чĕлхи-çăварĕсем пит улталанă,
Вăтанасси пуçĕсенче пулман.

Вăл — Ыркăмăллăскер — тÿрех каçарнă,
Тăхтанă та пурне те пĕтермен.
Хаярлăхне пĕлсе сÿнтернĕрен,
Усал ĕç тăвасран Хăйне Хăй чарнă.

Çынсем ÿт иккенне, вăйсăррине те,
Пĕрре тухса кайсан килменнине,
Кашнийĕш пăс çеç, сывлăш пулнине те
Хăй асĕнчен яман Вăл кулленех.

Анчах вĕсем Ăна шав çиллентернĕ,
Сăлтавсăр, уямасăр кÿрентернĕ.
Хăйсем хальччен пулман вырăнсенче
Вăрçма хăтланнă-ши миçе хутчен?

Çавах Турра сăнанă-ха ир-каçăн,
Лайăххине асăрхаман пачах.
Израилĕн: святойĕ тăтăшах,
Кÿреннĕскер, курма пăрахнă канăç.

Вăл тунă ĕç-хĕле шута хуман,
Хăйсем тахçан асап курнисене те,
Терт-нушаран кам час хăтарнине те,
Çав çăлăнăç кунне те астуман.

Пĕр Хăй кăна Цоан тăрăхĕнче
Египетăн илемлĕ çĕрĕнче,
Ун чух Вăл тĕрлĕ паллăсем кăтартнă,
Тем тĕрлĕ хăватне те пурнăçланă.

Египет çыннисем шыв ан ĕçейччĕр,
Ăна сыпсассăн пурте сиенленччĕр,
Тесе вĕсен çăлнĕ, çырмисене
Юнпа пĕветнĕ Вăл çине-çинех.

(Моисейпе Аарона Хăй Турă
Фараонпа тарçисем умĕнче
Пурнăçлама хушсассăн çак ĕçе
Тем чухлĕ пулă пĕтнĕ. Çитнĕ хурлăх).

Вĕсем çине Вăл хурт-кăпшанкă янă,
Сăхма пуçлаччăр çынсене тесе.
Шăнасемпе пĕрле йыт шăписем
Мĕнпур çĕрте хуçаланма пуçланă.

Ÿстернĕ тырпула, ыр çимĕçе
Хуртсем йăлтах çисе пĕтерччĕр, тенĕ,
Хĕвелтухăçĕнчи çилпе кĕçех
Тем чухлĕ саранча илсе çитернĕ.

Вăл пăр çаптарнă иçĕм çырлине,
Смокван йывăçĕсем те сиенленнĕ.
Çынсем пурăнакан çурт-йĕрсене
Çил-тăвăл кăларса ватса пĕтернĕ.

Выльăх-чĕрлĕхĕсем çине кĕçех
Çÿл тÿперен пăр тăкнă Вăл Хăех.
Кĕтÿсене вут-çиçĕмпе пĕтернĕ,
Кирек ăçта вăй илнĕ терт-синкерлĕх.

Çынсем çине те Турă çиллипе
Мĕнпур хаярлăхне, вут-çулăмне те
Усал ангелсен сив витĕмĕпе
Пуçланă çитермешкĕн кулленех Хăй.

Вăл курайманлăхăн çулне-йĕрне
Хăйне валли часах ак никĕсленĕ.
Сыхлас килмен Ун тек çынсен чунне,
Выльăхсене те мурсемпе пĕтернĕ.

Египетра малтан çуралнисен,
Хам чатăрĕсенче кун курнисен,
Пурин те хăвăрттăн пĕтмешкĕн тивнĕ,
Ытла та çамрăк пепкесем кĕç вилнĕ.

Хăй çеç суйланă халăха васкавлăн,
Пушхирсенчи сурăхсене пĕрмай
Пĕр ушкăна пуçтарнă пек, шăв-шавлăн
Вăл ертсе пынă, никама шанман.

Унпа чухне çынсем пач хăраман,
Тăшманĕсем хыçран хăваласан та.
Вĕсем хумсем айне тăрса юлсан,
Турра пула кашнийĕн ÿснĕ шанăç.

Çак ушкăна Вăл таса çĕр çине
Сылтăм алли кăтартнă ту патне
Пурне те çирĕппĕн ертсе пырсассăн,
Ют ăрăва хăваласа ярсассăн,

Ĕмĕрлĕхех çак тăрăха пилленĕ,
Израиль йăхĕсем ан пĕтчĕр, тенĕ.
Чатăрсенче вырнаçтарсан, çынсем
Пуçланă пурăнма хĕпĕртесе.

Анчах та пурĕпĕр çак этемсем
Çÿлти Турра ĕлĕкхи пек сăнанă.
Вăл панă йĕркене хирĕçлесе,
Ăна каллех кÿрентерме пуçланă.

Ашшĕсем евĕр мăнкăмăлланса,
Ун ĕç-хĕлне хисеплеме манса,
Ытла та йăнăш перекен çĕмрен пек,
Чакма пикеннĕ чăнлăхран пĕр енлĕн.

Хăйсен пустуй ĕçне çÿле çĕкленĕ,
Çавна пула Ăна хыт кÿрентернĕ.
Мухтаннă пушă кĕлеткесемпе,
Нимскер тума пĕлмен турăсемпе.

Çак япăх хыпара Хăй Турă илтнĕ,
Вăл питĕ тарăхнă, кайран вара
Израиле часах çилли Ун çитнĕ.
Палăрнă хыççăнах вăл Силомра

Кĕлĕ чатăрĕнчи Хăй вырăнне те,
Çынсем хушшийĕнчи Таса Çуртне те
Пăрахса кайнă та пит васкаса
Систернĕ: шав пурнатăр аташса.
Тĕреклĕ вырăнне Вăл шеллемен,
Мухтавлă Çурт-йĕрне те хĕрхенмен,
Тăшманăн аллине пуянлăх лекнĕ,
Чылайăшĕ асапланса эрленнĕ.

Ун халăхĕ ÿксессĕн хĕç айне,
Сĕнмен ĕлĕкхи пек Хăй аллине.
Мĕн-ма тесен, Ăна пит çиллентернĕ,
Шăп çавăнпа нумайăш чăтнă терт çеç.

Яш каччăсем, тин çеç вăй илнисем,
Вут айĕнче пурăнăçне вĕçленĕ.
Чипер сăн-питлĕ çамрăк пикесен
Туй юррипе упăшкисем килмен.

Хаяр хĕç айĕнче теп пулнăран,
Священниксем те çăлăнса юлман.
Тăлăххисен хисепĕ йышлăланнă,
Арăмĕсем куççуль тăкма та маннă.

Анчах та Турă хăвăрт вăранман,
Эрех ĕçсе вăйне çухатнă евĕр.
Кайран, ак, паттăр пек сиксе тăрсан,
Тăшмансене пырса çапсан тĕллевлĕн.

Вăл кашнине хăварнă намăса.
Айăпĕсемшĕн хыçалтан хÿтернĕ.
Чылайăшĕ кĕтмен çăлăнасса,
Çапла пуçтахсене Хăй çеç çĕнтернĕ.

Кайран Иосифăн хитре çуртне те
Кăмăлламан Вăл. Суйласа илмен.
Пуян пурăнакан Ефрем йăхне те
Елĕкхи евĕр пит килĕштермен.

Иуда ăрăвне суйланă Турă
Унран та лайăххи çук, тенĕ, урăх.
Савса çеç тăнăран Сион тăвне
Кунта çĕкленĕ Хăйĕн Тĕп Килне.

Таса Çуртне Вăл пĕлĕт евĕр тунă,
Силомринчен те хÿхĕмрех вăл пулнă.
Ăна ĕмĕрлĕхе илемлетсе,
Ларайтăр, тенĕ, çĕр пек илĕртсе.

Çап-çамрăк Давида — Хăй чурине
Кĕтÿ кĕтекене пит хисепленĕ.
Ертсе вăл пытăр, тенĕ, халăхне,
Ăна патша пулса тăма пилленĕ.

Иакова та, итлекенскере,
Пăхса тăратăн халăха эс, тенĕ.
Сурăхсене çулпуçĕ пек кĕтейĕн
Яту çĕкленĕ сан Израильре.

Вара вăл вĕсене таса чунпа
Ăçта аллисемпе ертсе çÿренĕ.
Çынсем куллен-кун пулнăран
Унпа Умри чăрмавсене пĕрмай çĕнтернĕ.

78-мĕш псалом

Асаф псаломĕ.

Эй, Турă, Иерусалим çĕрне
Суя тĕне кăмăллакансем килчĕç.
Кашнийĕшĕ ытла та ирсĕр, пилсĕр,
Ишсе пĕтерчĕç чаплă çуртсене.

Вĕсем Сан чурусен виллисене
Вĕçенкайăксене сăхмашкăн пачĕç.
Мухтавлă çыннусен ÿчĕсене
Тискер чĕрчунсене çиме пăрахрĕç.
Хула çывăхĕнче çынсен юнне
Шыв тăкнă пек тавралăха юхтарчĕç.
Çĕре халь пытарасчĕ вĕсене,
Тесе сăмахлакан этем юлмарĕ.

Пире хисеплемеççĕ кÿршĕсем,
Ытла та иртĕхеççĕ-çке хăйсем.
Мăшкăлласа кулма пач вăтанмаççĕ,
Çавна кура терт йышланать ир-каçăн.

Эй, Турăçăм, пире пĕр чарăнмасăр
Хăш таранччен Эс çилленсе тăрасшăн?
Çиллÿ вут пек ялкăшĕ хăçанччен,
Хаярлăху чакать-ши майĕпен?

Тарăхăвна Хăвна хисеплемен
Тем тĕрлĕ халăхсем çине ярсамччĕ.
Ăна Эс ят-сумна пачах пĕлмен
Патшалăхсен çĕрне куллен тăксамччĕ.

Вĕсем хуламăра йăлт ирсĕрлетрĕç,
Ватса-ишсе çĕмĕрчĕç Керменне.
Иакова çисе ярса, пĕтерчĕç.
Пушатрĕç унăн пит таса çуртне.

Ват аттесен çылăхĕсем пулнишĕн
Пире ан айăплаччĕ яланах.
Кашнийĕшĕ эпир ытла та нишлĕ,
Курас килет-çке Санăн ырлăхна.

Эй, Çăлакан, эй, Туррăмăр, пире
Яту мухтавĕшĕн халь пулăшсамччĕ.
Кашнийĕшне хăтарччĕ инкекрен,
Мĕнпур çылăхсене Эс каçарсамччĕ.

Суя тĕнпе Пурнакансем ыйтаççĕ:
“Вĕсен Турри ăçта? – тесе хальхаççăн.
Куççулĕ пулчĕ çăкăр вырăнне,
Пĕлместпĕр эпĕр чăн хисеп хакне.

Сан чурусем сив тар та юн тăкни,
Тăшман пире хăрушшăн тавăрни
Иртсе ан кайтăрччĕ куллен ахаллĕн,
Хăй вырăнне тупинччĕ, тетпĕр, халăх.

Сăнчăр айĕнчисем шав йынăшни,
Тĕрмерисем куллен-кун терт курни,
Кашнин асапĕ Сан патна çитсессĕн,
Сыхлаччĕ вĕсене ăшпиллĕн Эсĕ.

Эй, Турăçăм, кÿршĕмĕрсен ĕçне,
Вĕсем пире, Хăвна шар тунине
Аса илсем те çичĕ хут Эс тавăр,
Çав тăшмансем ытла та ан мухтанччăр.

Эпир — Сан халăху, сурăхусем
Ятна-сумна куллен аслăлататпăр.
Ламран лама куçайччăр ĕçÿсем,
Вĕсем пирки ачасене калатпăр.

79-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Шошанним — Эдуф теекен кĕвĕ каламаллипе.
Асаф псаломĕ.

Израиль Кĕтÿçи, тăнла пире
Сурăхсене Иосиф пăхнă евĕр,
Херуфимсем çинче ларса тĕллевлĕн
Хăвна кăтарт Эс çутă тĕнчере.

Пĕртен-пĕр халăхна сыхланă пек,
Моисейпе Аарон аллипе
Ертсе пыма пултартăн, çавăнпа та
Сана унчченхилле чунтан шанатпăр.

Ефремпа Вениамин умĕнче
Манассия ăрăвĕ патĕнче
Мухтавлăн хăватна Эс кăтартсамччĕ,
Умри терт-нушаран пире çăлсамччĕ.

Эй, Турă, Хăвăн çут сăнна кăтартчĕ,
Хаваслантар куллен-кун халăхна.
Ыр кăмăлупала хавхалантарччĕ,
Çăлсассăнах мухтавăмăр Сана.

Эй, Турăçăм, çÿлти çарсен Турри!
Пуçсем çине типшар ан яр юри.
Кĕлтунă чух эпир çакна пĕлесшĕн:
Хăш тапхăрччен пире Эс çилленесшĕн?

Хăв халăхна миçе хут тĕрĕслерĕн,
Сăлтав тупса тăрсах пит тертлентертĕн.
Куççулĕ пулчĕ çăкăр вырăнне,
Унпа кăна сăйларăн кашнине.

Пире хисеплемеççĕ кÿршĕсем.
Куллен-кунах тавлашнă май вĕсем
Мăшкăлласа кулма пач вăтанмаççĕ,
Килĕштерсе пурнасшăн тăрăшмаççĕ.

Çÿлти çарсен Турри, сăнна кăтартчĕ,
Ура çине тăрат Хăв халăхна.
Ыр кăмăлупала хавхалантарччĕ,
Вара, çăлсассăн, мухтăпăр Сана.

Çак чаплă çĕрсене аттемĕрсем
Хĕçпе çĕнсе илмен, мĕн-ма тесен,
Çут тĕнчере вĕсем хĕн-хур çеç курнă,
Вăй-хал енчен те пит тĕрексĕр пулнă.

Эс вĕсене Египетран куçарнă,
Иçĕм çырлин йывăççине кăларнăн.
Ют халăха хăваласах кайран
Каланă: упрăр халь тымарăра.

Суйланă халăхна вырнаçтарса,
Тĕреклĕ пурăнма вăй-хал пилленĕ.
Çĕре куллен-кун тăнă тасатса,
Кашни ăру çÿле çĕклентĕр, тенĕ.

Тусен сулхăнĕнче аталанса,
Мăн кедр евĕр туратне сарса,
Тăнăçлăхра вăл пурăннă мăнаçлăн,
Ятна-сумна ырланă ирĕн-каçăн.

Çак халăхăн ăру пуçлăхĕсем
Йăх-несĕл хунавне тĕреклетсе
Çитернĕ анлă тинĕс хĕррине те,
Вăл ÿснĕ юханшыв çывăхĕнче те.

Çапах та Эсĕ мĕншĕн хĕрхенмесĕр
Йăлт пăсрăн-ха тирпейлĕ картине?
Çулпа иртсе пыракан çынсене
Паратăн ирĕк çырлине илмешкĕн?

Çав иçĕм йывăçне вăрман сысни те
Пыра-пыра куллен-кун чăрмалать.
Е çăткăн кайăкĕ те сĕмсĕр питĕ,
Ун çимĕçне ыйтмасăр тутанать.

Çÿлти çарсен Турри, пире пăхсамччĕ,
Пĕлĕт, çинчен ăшпиллĕн сăнасамччĕ.
Хĕрхенччĕ Эсĕ иçĕм йывăçне,
Курсамччĕ халь мĕнле вăл ÿснине.

Ăна тахçан хăвна валли тесе,
Лартса хăварнине аса илсем.
Эппин, хунавĕсем ÿсейччĕр лайăх,
Вĕсем Эс хушнипе пĕрмай çыхланччăр.
Çав йывăç вутпала, ав, вĕтеленнĕ,
Турачĕсем ытла та имшерленнĕ.
Енчен те хăратса тăрсан ялан,
Вĕсем сарăлмĕç вăй илсе кайран.

Аллу Сан Хăв суйланă çын çинче,
Тăрать вăл пĕрмаях сылтăм енче.
Ăна ялан тĕрек пама пĕлетĕн,
Ăна кирек ăçта та хÿтĕлетĕн.
Пире ыр кăмăлпа Эс чĕртнĕ чух,
Эпир Санран нихçан уйрăлас çук.
Ятна куллен-кун асăнсах тăратпăр,
Чапна савса çын хушшине çаратчăр.

Çÿлти çарсен Турри, сăнна кăтартчĕ,
Ура çине тăрат Хăв халăхна.
Çăлăнасси пирки пире шантарччĕ,
Вара нихçан манмастăмăр Сана!

80-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Гефри кĕве каламаллипе.
Асаф псаломĕ.

Туррăмăра, тĕрек паракана,
Куллен-кун мухтаса хаваслăн юрлăр.
Иаков Туррине çеç яланах
Аса илсе кăшкăрнă майăн, ырлăр.

Псаломăра илсе, тимланăра
Алла тытса тăратăр юррăра.
Псалтирьте çырнă сăмахсем мăнаçлăн
Кĕсле сассипеле хитрен янраччăр.

Пурне те çывăх, паллă вăхăтра,
Çĕн уйăх тулнă чух тавралăхра,
Уяв ячĕлеле хыт савăнсамăр,
Труба илсе, ăна шав кăшкăртсамăр.

Израильшĕн çак кун, чăнах та, аслă,
Ку саккуна Хăй Турă панăран
Иакова асилнĕ май мăнаçлăн,
Ун йĕркине пăхăнмалла ялан.

Иосифа Вăл астумашкăн сĕннĕ
Египет çĕрĕнчен тухса кайсан.
Тăнланă вăл унта нач ют сасса,
Такам ăна (ку Турă пулнă) чĕннĕ:

«Эп унăн хулпуççи çинчен
Ытла та йывăр çĕклеме йăлт илтĕм.
Аллисене кунтăк йăтассинчен
Хамах хăтартăм. Çиттĕр, терĕм, килĕм.

Хĕн курнă чух Мана эс чĕнтĕн-çке.
Сана Мерива шывĕ патĕнче
Кĕрленĕ майăн аслати, сăнарăм,
Вара пулăшасах тесе ал патăм.

Эй, халăхăм, Мана эс тăнласамччĕ,
Шухăшăма ăшпиллĕн пĕлтерем.
Израилĕм! Йĕркеллĕ курăнсамччĕ,
Тухса ан кай Эп сĕннĕ йĕркерен.

Эй, халăхăм, сăмахăма пуçлатăн,
Эп сан Турру, эппин, мана итле,
Енчен те урăх вырăна куçан-тăк,
Ютри турăсене ан хисепле.

Египет çĕрĕнче асил çакна,
Сана чуралăхран Эп çеç хăтартăм.
Хăвна мĕн кирлине ыйтсассăнах,
Турткаланса тăмасăр йăлт параттăм».
Анчах та халăхăм тăна кĕмерĕ,
Саккунăма пĕрмай итлес темерĕ.
Израилĕн тăмарĕ пăхăнса,
Ман çул-йĕртен уйрăлчĕ васкаса.

Вара Эп вĕсене хирĕçлемерĕм,
Хăйсем çеç пĕлнĕ пек çÿреччĕр, терĕм.
Кăларччăр шухăш-кăмăлне тÿрре,
Кансĕрлеместĕн, кĕрес çук чĕрре.

Эх, халăхăм, мана итлес пулсассăн,
Мĕн хушнине ялан мала хурсан,
Израиль çул-йĕре шав хакласан,
Çут тĕнчере унран пăрăнмасассăн,

Вара Эп ун тăшманĕсен ĕçне
Вăй-халăма хурса пÿлсе лартаттăм.
Хĕсĕрлекен çынсен сăх ĕмĕтне
Пурнăçламашкăн çийĕнчех параттăм.

Ун чух Турра хисеплемен çынсем
Пĕр вĕсене кăна шав пăхăнатчĕç.
Кашнийĕ чап-сумне çеç ÿстерсе,
Çут тĕнчере пĕрмай телей куратчĕç.

Мĕскер çиес килет, çав йăлт пулатчĕ,
Шур çăкăрĕ умĕсенчен каймастчĕ.
Чул ту хÿттийĕнчи ĕçчен хуртсем
Пурнатчĕç куллен-кун пылне сĕнсе.

81-мĕш псалом

Асаф псаломĕ.

Тÿре ĕçĕпеле Пурнакансем
Кашни: эп турă, тенине илтсен,
Хăй Турă вĕсене тÿрех пуçтарнă,
Вара пурне те суд тума пуçланă.

Каланă çакăн евĕр: хăçанччен
Эсир тÿре ятне ярса пурнатăр?
Пĕлесшĕн Эпĕ халь: хăш тапхăрччен
Усал çынсемшĕн çеç шав тăрăшатăр?

Пит чухăн çынпала сĕм тăлăха та,
Терт-хурлăх кураканпа мĕскĕне,
Суд тунă майăн, эсĕр кулленех
Çут чăнлăха шута илме ыйтатăп.

Пит юрлă пурнаканшăн тăрăр çирĕп,
Кĕлмĕçсене хăтарăр вилĕмрен.
Вĕсем сив тĕрмене лекессинчен
Çăлмашкăн сирĕнтен те пултăр ирĕк.

Вĕсен ăс-хакăл шайĕ çÿллĕ мар,
Шăп çавăнпа та тĕттĕмре утаççĕ.
Хăйсем сисмесĕрех улталанма,
Пĕрне-пĕри суйма та пултараççĕ.

Тем тĕрлĕ пулăма ăнланманран,
Вăл çырнă закона пăхăнманран.
Патшалăх тытăмĕ те улшăнать-çке,
Çĕр никĕсĕ те кисренсе тăрать-çке.

Каларăм Эпĕ: эсер турăсем,
Çÿлти Туррăмăрăн ывăлĕсем.
Тÿре ĕçне Хăй хушнă пек тăватăр,
Ун ирĕкне кăна мала хуратăр.

Кашнийĕшĕ ытти çынсем пекех,
Çитсессĕн вăхăчĕ — вилсе пĕтетĕр.
Енчен те чăнлăха хисеплемест-тĕк,
Кирек хăш пуçлăх та ÿкет тÿрех.

Эй, Турăçăм, тăрсам, çут тĕнчере
Çынсемшĕн, çĕршĕн Хăв çеç пул Тÿре.
Çакна эп питĕ лайăх ăнланатăн:
Пур халăха Эс çеç тытса тăратăн.
82-МĔШ ПСАЛОМ
Юрă. Асаф псаломĕ.

Эй, Турăçăм, чĕнмесĕр, сас памасăр,
Нимскер тумасăр Эсĕ ан тăрсам.
Усал çынсем ырра пач уямаççĕ,
Эп вĕсене епле лăплантарам?

Куç умĕнчех суеçтерме хăяççĕ,
Хăçан чараççĕ-ши чĕлхисене?
Сана пит кураймасăр шавлашаççĕ,
Çĕклеççĕ тăшман пек пуçĕсене.

Суйланă халăхна хирĕçлесе,
Ăна улталасси пирки шутлаççĕ.
Эс вĕсене сыхланине пĕлсех,
Кавар туса куллен-кун канашлаççĕ.

Каларĕç çакăн пек: пуçтарăнар-и
Çак тăрăхри тем тĕрлĕ халăхсем.
Израиль çĕршывне йăлт тĕп тăвар-и,
Тек вăй ан илччĕр унăн çыннисем.

Каварçăсем пĕр шухăшлă пулса,
Пĕрле сăмах татса, канашласа,
Çак халăха веç пĕтеретпĕр, терĕç,
Сан шухăшна та вăрттăн хир ĕçлерĕç.

Вĕсем: Едом, Измаил çыннисем,
Гевалпала Аммон этеммисем,
Моавпа Агарян тăрăхĕнчен те,
Амаликре Тирта пурнакансем те,

Кунтах Филистимăн çĕршывĕнчен,
Ассур таврашĕнчен килнисем пур-çке.
Çак ушкăн палăртнă çĕре çитсен,
Вĕсем Лот ăрăвĕн тĕрекĕ пулчĕç.
Мадиана, Сисарăна унччен
Киссон юханшывĕ çывăхĕнче
Иавина Гедеон çĕмĕрсеччĕ
Варак тÿре епле хыт кĕрешетчĕ.

Эппин, Эс çавсене Аендорта
Ĕлĕкхи евĕр йăлт пĕтер татах.
Кашнийĕшĕ Сан хăватна çеç туйччăр,
Кайран çĕрпе пĕрлешчĕр, тислĕк пулччăр,

Оривпала Зива тахçан шар курнă,
Зевейпеле Салман та тарайман.
Тăшмансене Гедеон йăлт тĕп тунă,
Ăна Хăй Турă шав пулăшнăран.

Малтан Зевейпеле Салман хыт шаннă
Çапăçура тÿрех çĕнтерессе.
Вĕсем мăнаçланса çапла каланă:
Туррăн ялĕсене алла илсен,

Çак çĕршывра эпир пурнатпăр пурте.
Хăйсемпеле тем чухлĕ выльăх, пурлăх
Пуçланă куçармастăп васкаса,
Кĕтмен вăрçа пула терт курасса.

Эй, Туррăмçăм, туятпăр халь тинех,
Çав тăшмансем хура тусан пекех,
Çавраçил пуçтарсассăнах ытла та
Вĕсем пит вăйсăр пулнине куратпăр.

Эппин, Эс вăрмана вутпа çунтарнăн,
Е тусене шав ĕнтнĕн çулăмпа,
Вăй-хăватна яр-уççăнах кăтарт-ха,
Никам ан хăйтăр тавлашма Санпа.

Хаяр тăвăлупа Эс вĕсене
Хăваласа кайсам ним шеллемесĕр.
Çавраçилпе хăпарт сехрисене,
Халăхупа ан хăйччăр хир ĕçмешкĕн.

Эй, Турăçăм, куллен çав этемсем
Хăйсем тĕл пулччăр мăшкăл, намăсланччăр.
Усал суннишĕнех пит шикленсе
Сан ыр ятна çеç шырама пуçлаччăр.

Пит курайманскерсен сăн-пичĕсем
Хĕрелччĕр те унтан часрах шуралччăр.
Ним тăвайманнине вăй-халĕсем
Ĕмĕрлĕхех чакса пĕтсе ларайччăр.

Çут тĕнчере Пĕр Эс кăна Хуçа,
Пĕр Эсĕ Турă ятлине ăнланччăр.
Çÿлте те, çĕр çинче те нихăçан
Чапу пĕтменнине туйса хаклаччăр.

83-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Гефри кĕвĕ каламаллипе.
Корей ывăлĕсенĕн. Псалом.

Çÿлти çарсен Турри! Сан çуртусем
Ытарма çук аван-çке, пит хитре-çке!
Илемĕпе куçа шав илĕртсе
Хăйсем патне пырса пăхма чĕнеççĕ.

Ман чунăмăм таса картишÿнте
Хăть пĕр хутчен пулса курасчĕ, тет.
Чĕрем те чĕрĕ Турăшăн ир-каçăн
Çапла кăна çунса тăрать хальхаççăн.

Çерçи те пурăнма кĕтес тупать,
Чĕкеç те йăвинче чĕп кăларать.
Çÿлти çарсен Туррийĕ, эй, Патшаçăм,
Сан патăнта пуласчĕ. Пур-ши шанăç?

Эй, Турăçăм, çакна та эп ыйтасшăн:
Таса Çуртна кĕме кам пултарать?
Татах та ак кăсăкланса вăлтасшăн:
Сион тăвĕ: çинче кам вырнаçать?

Унта Пурнакансем телей тупаççĕ
Чунтан ĕмĕтленни йăлт тулнăран.
Вĕсем, хăйсем куллен ыр курнăран,
Сана пĕр чарăнмасăр пит мухтаççĕ.

Вăй-хăватне Санран çеç илекен
Çут тĕнчере пĕрмай утать тĕллевлĕн.
Хăй шухăшне Санпа килĕштерсен,
Çын, аякра пулсассăн та, телейлĕ.

Вĕсем куççуль юхтарнă айлăмпа
Утса пырсассăн, çут, çăлкуç тупаççĕ,
Çав вырăнтах кĕç сиплĕ çумăрпа
Ĕшеннĕ пит-куçне уçăлтараççĕ.

Вара хуллен-хуллен вăй илнĕçем,
Хăйсем тĕреклĕ иккенне туяççĕ.
Сион çинчи Турă умне пыраççĕ,
Ăна чун-чĕререн ĕненнĕçем.

Эй, Турăçăм, çÿлти çарсен Турри!
Çут тĕнчери Иаковăн Турри!
Ман кĕллĕме пÿлмесĕр тăнласамччĕ,
Ашпиллĕхÿ нихçан ан чактăр Санăн,

Эй, пирĕншĕн хута кĕрекен Турă,
Хăк çупа сĕрнĕ çыннуна пăхсам.
Ун сăн-питне пĕшкĕнсе сăнасам,
Вăл нихăçан инкек-синкек ан куртăр.
Картишÿнте пулса курсан пĕр талăк,
Ку пин кунпа та танлашма пултарĕ.
Эп хатĕр усалпа пурăниччен
Тăмашкăн алăку çывăхĕнче.

Пĕртен-Пĕр Турă Хăй—хĕвел, Хăй—хÿтлĕх.
Ырăлăхне те чап-сумне сĕнет.
Айăпсăр пурнакансене те ÿлĕм
Манса каймасть. Парать мĕн ыйтнине.

Çÿлти çарсен Турри! Сана пĕрмай
Хисеплесе Пурнакансем телейлĕ.
Хăвна çеç шаннăран, вĕсен пур май
Кăтартнă çулупа утма тĕллевлĕн.

84-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Корей ывăлĕсенĕн. Псалом.

Эй, Турăçăм, Эс хăвăн çĕршывна
Хĕрхентĕн те, суйланă халăхна
Çак тăрăха тепре килме май патăн,
Иаковăн йăхне хĕнрен хăтартăн.

Вĕсен ытла йĕркесĕр ĕç-хĕлне
Ăшпиллĕ кăмăлупала каçартăн.
Кашнийĕн тĕрлĕ çылăхĕсене
Пурне те манса кайрăн, йăлт хуратрăн.

Чăтăмлăхна тупса, хаярлăхна
Хăвах тÿрех чарса лартма пултартăн.
Усал çиллÿпеле хăпартланмарăн,
Сирмешкĕн пĕлтĕн васкасах ăна.

Эй, Аслă Туррăмăр, эй, Çăлаканăм,
Ура çине тăрат, çĕкле тепре.
Унчченхи пек татах ан кĕр чĕрре,
Ан çилленсен. Умра çуралтăр шанчăк.

Эй, Турăçăм, Эс хăçанччен пире
Кÿреннĕ пек манса кайса пурнасшăн?
Хăш тапхăрччен тăрса пит инçетре
Çап-çутă сăнарна пач кăтартмастăн?

Хĕрхенĕвÿ ламран лама куçатчĕ,
Шеллес теместĕн-шим ĕлĕкхиллех?
Ыр сăмаху ахах пек йăлкăшатчĕ,
Вăл сÿнчĕ-шим, йăл илмĕ-ши каллех?

Савăнтарасшăн мар-им Эс пире,
Чĕртес теместĕн-им-ха çĕнĕрен?
Эй, Турăçăм, ырăлăхна кăтартчĕ,
Хăвах хальхи Терт-инкекрен çăлсамччĕ.

Итлем, эппин. Хăй Турă мĕн калать,
Ăна ялан ман чун-чĕре шанать.
Вăл халăхне те, ун çыннисене те
Сĕнет çапла çеç: пурăнăр ĕретлĕн.

Сĕнет çапла çеç: улшăнăр йăлтах,
Ан ăссăрланăр ĕнтĕ халь татах.
Пурне те ырлăх, канăç суннăçемĕн,
Кĕрешĕр, тейĕ, эсĕр çут телейшĕн.

Çут çăлăнăç, чăнах та, инçе мар,
Ĕненĕве пĕлер шав упрама.
Вара çĕрышăвăмăр час чечекленĕ,
Хастарланса пур халăх та çĕкленĕ.

Ырăлăхпа çут чăнлăх пĕрлешсе,
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе тĕл пулĕç.
Тÿрĕлĕхпе канăçлăх та ыр курĕç,
Хирĕçтăраслăха шав сивлесе.
Çынсен сăпайлăхĕ ÿссен куллен,
Иксĕлмĕ чăнлăх, тухĕ вăл çĕртен.
Ун пилĕпе анĕ çумăр çунă евĕр,
Çÿлтен те анĕ тÿрĕлĕх тĕллевлĕн,

Çĕр хăйĕн çимĕçне куллен сĕнсе:
Эсир ыр курăр, тейĕ, халь е ÿлĕм.
Хăй Турă пурăнĕ хисеплесе,
Ыр шухăш-ĕмĕте нихçан та пÿлмĕ.

Ун пилĕпе çеç ĕмĕр-ĕмĕрех
Тÿрĕлĕх сарăлĕ çут тĕнчере.
Урисемпе çĕре тĕреклĕн пусĕ,
Этемĕн çăлăнаслăхĕ шав ÿсĕ.

85-мĕш псалом

Давид кĕлли.

Эй, Турăçăм, Эс хăлхуна тайса,
Ман кĕллĕме тăрсамччĕ тăнласа.
Чăнах та, эпĕ мĕскĕн юрлă çын çеç,
Пĕр Сан патна халь туртăнать-çке чунăм.

Ăна сыхлаччĕ Эс, мĕн-ма тесен
Хăвна кăна чунтан эп хисеплетĕп.
Эй, Турă, чуруна халь хĕрхенсем,
Ăна çăлсам, Сана çеç ĕненет вăл.

Эй, Турăçăм, шелле мана, шелле,
Кĕлтунине ыр кăмăлпа итле.
Çут тĕнчере Эс вăйлине туятăн,
Шăп çавăнпа Хăвна çеç тархаслатăп.

Эй, Турăçăм, Пĕр, Сан патна кăна
Чунпа хавхаланса эп çĕкленетĕп.
Савăнтарассине Эс чуруна
Шанса пурăннă май, пит ĕненетĕп.

Хăвна йăлăнакан çынсемшĕн Турă,
Пуриншĕн те кирек хăçан Эс ырă.
Çителĕклĕ ялан чăтăмлăху.
Хĕрхенеслĕхÿпе кăмăллăху.

Эй, Турă, манăн кĕллĕме илтсем,
Йăлăннă сассăма йăлт итлесем.
Куляннă вăхăтра пулăшасса та,
Эс хĕрхенессине те эп шанатăп.

Эй, Турă, тĕрлĕ турă хушшинче
Санпа тупăшакан халь çук вуçех.
Ĕçĕ-хĕлÿн пĕлтерĕшĕ пит анлă,
Унпа никам та пулаймасть пĕр танлăн.

Пĕр Эсĕ çеç пултарнă халăхсем,
Мехел çитсессĕнех, хĕпĕртесе,
Ятна-сумна аслăлатмашкăн пуçлĕç,
Сан умăнта ÿксе пуççапĕç пурте.

Мĕн-ма тесессĕн, Хăв кăна пит Аслă,
Тем тĕрлĕ хăватсем тума пĕлен.
Пĕртен-Пĕр Турă Эсĕ çеç, мăнаçлăн
Кирек хăçан усал вăя çĕнен.

Эй, Турăçăм, кăтарт çулусене,
Курса тăрасчĕ манăн вĕсене.
Хăв палăртнă сукмакпала утасчĕ,
Тăшмансенчен нихçан та хăрас марччĕ.

Эй, Турă, кăмăллă пулма вĕрент,
Ас пар хÿтĕленме айвансенчен.
Тÿп-тÿрĕ сукмаку çине тăрат та
Ху ятунтан мана куллен хăрат Эс.

Эй, Турăçăм, эй, Турă, кăмăлтан
Сана куллен-кунах эп пит мухтатăп.
Ятна-сумна пĕрмай аслăлататăп,
Вăл çиçсе тăтăр тĕнчере ялан.

Эй, Турăçăм, мана сив тамăка
Лекессинчен Пĕр Эс кăна хăтартăн.
Тĕртсе ямарăн тĕпсĕр шăтăка,
Ырăлăхна сĕнсе куллен сыхларăн.

Эй, Турăçăм, мăнкăмăллă çынсем
Пăлханнă май хăрушшăн тапăнаççĕ,
Сана аса илмеççĕ те хăйсем,
Вăйлăскерсем ман чунăма шыраççĕ.

Хĕрхенекен чĕреллĕ Аслă Турă,
Пуриншĕн те кирек ăçта Эс ырă.
Ытла та уçă кăмăлупала
Тÿсме пĕлнишĕн Хăв кăна чылай.

Халь ман çине пăхсамччĕ, шеллесемччĕ,
Ыр хăватна ăшпиллĕн пиллесемччĕ.
Чурун ывăлне Эсĕ ан пăрах,
Ăна çăлсамччĕ инкекрен часрах.

Тĕлĕнмелле ĕçне кăтарт пĕрмай,
Ырлăхупа май пултăр савăнма.
Сив чунлă этемсем çакна курсассăн,
Тăрайччăр ман умра намăсланса çеç.

Эй, Турăçăм, лăплантăм эп тинех,
Мана Эс пулăшрăн ĕлĕкхиллех.
Хута кĕнишĕн ăшшăн тав тăватăп,
Ятна-сумна пур кăмăлтан мухтатăп.

86-мĕш псалом

Корей ывăлĕсенĕн. Псалом. Юрă.

Ун никĕсĕ таса тусем çинче-çке,
Сионăн хапхине çавна пула
Иаковăн мĕнпур ялĕсенчен те
Вăл ытларах савать, хурать мала.

Эй, Туррăмăр хули, сана ырлаççĕ,
Çынсем пит мухтаса çеç калаçаççĕ.
Эс патшасен диадеми пекех,
Илемÿпе çиçен çине-çинех.

Вавилонпа Раав çĕршывĕсем,
Тирпа Эфиопийăн çыннисем,
Филистимра Пурнакансем те уççăн,
Çав çавăнта çуралнă, теççĕ сумлăн.

Сион çинче те çав: çав çын унта
Кун курнă. Çавăнпа чи Аслă Турă
Тĕреклĕлентерсе ăна татах
Каланă: ĕмĕр-ĕмĕр эсĕ пурăн.

Халăхсене те хисепленĕ чух,
Вĕсем валли Вăл палăртса çĕн çул
Çав çавăнта çуралнă тесе çырĕ,
Кирек ăçта Ун ячĕ пулĕ çывăх.

Илемлĕ кĕвĕ калакан çынсем те,
Хаваслăн юрă шăратакансем те
Мехел çитсессĕн тăрĕç ĕненсе,
Таса çăлкуçăмăр Санра тесе.

87-мĕш псалом

Юрă. Псалом. Корей ывăлĕсенĕн.
Юрлакан ушкăн пуçлăхне,
Махалафпа юрламашкăн.
Еман Езрахи вĕрентни.

Эй, Турăçăм, çăлăнасса шанса,
Сан умăнта тăратăп пуççапса.
Çапла эп ирĕн-каçăн тархаслатăп,
Эс илтессе кĕтетĕп, йăлăнатăп.

Эй, Аслă Турă, хăлхуна тайса,
Ман кĕллĕме ăшпиллĕн тăнласам.
Чăнах та, эпĕ мĕскĕн, юрлă çын çеç,
Пĕр Сан патна халь туртăнать-çке чунăм.

Чăнах та, вăл хĕн курнипе тăранчĕ,
Ÿт-пĕвĕм те васкавлăн суранланчĕ.
Ман пурнăçăм кĕç-вĕç татăлас пек,
Часах ÿкетĕп пуль эп çĕр тĕпнех.

Тупăка кĕрекенсемпе танлашрăм,
Вилнисен хушшине пăрахнă пек.
Ытла та имшерлентĕм, халсăрлантăм,
Вăй-халлă пулăп-ши ĕлĕкхиллех?

Аса илместĕп вилнĕ çынсене тин,
Сăлтавĕ паллă ĕнтĕ, вĕсене
Эс Типшар кăтартнă Хăвăн аллупа,
Кашнийĕшне сивлен шăп çавăнпа.

Эй, Туррăмçăм, тĕрекĕмçĕм, хăватăм,
Чĕнмесĕр ан тăр, эпĕ тархаслатăп,
Анчах мана Эс тĕпсĕр шăтăка
Тĕртсе яма çеç тăрăшатăн халь.

Хаярлăху пусса тăрать чуна,
Çапса ÿкертĕн çĕр çине мана.
Сив хумусем киле-киле çапаççĕ,
Вĕсем ура çине тăма памаççĕ.

Пĕлĕшĕмсем манпа сăмахламаççĕ,
Сăн-питĕме курсассăн пăрăнаççĕ.
Йĕрĕннĕ пек тытаççĕ хăйсене,
Ейкеленсе сураççĕ сурчăкне.

Хăв çеç хупса лартнишĕн, читлĕхре
Чĕрем сиксе чĕтрет вăй пĕтнĕрен.
Енчен те аллуна Эс памасассăн,
Касаматран нихçан та тухаймастăн.

Куç суккăрланчĕ те, çухалчĕ çулăм,
Сан çуттупа хавхаланма май çук халь.
Эй, Турăçăм, Хăвна çеç кунĕпех
Эп тархаслатăп-çке ĕлĕкхи пек.

Тĕлĕнмелле ĕçне Эс вилнисемшĕн
Тума пултараян-ши тĕнчере?
Сив тупăка кĕрсе выртакансем те
Сана мухтаççĕ-шим кайран тепре?

Вĕсем мĕнпур ырлăхусем çинчен
Куллен, çуллен çеç çĕрсе выртнăçем,
Çут чăнлăху пирки пĕлтерĕç-и-мĕн,
Чаплăлăхпа та аслăлатĕç-и-мĕн?

Кĕрсе ÿксессĕн вилĕм ытамне
Кураççĕ-им-ха сар хĕвел сăнне?
Çав манăç çĕрĕнче шав пулнăçемĕн,
Май килĕ-им тÿрĕлĕхне пĕлмешкĕн?

Эй, Турăçăм, эй, Турă, тархаслатăп,
Тивĕçĕме пурнăçласса шанатăп.
Ирех ман кĕллĕм уççăн илтĕнет,
Вăл Санăн умăнта халь çĕкленет.

Эй, Турă, чунăма ма хăвалатăн,
Сăнна мĕскершĕн кăтартасшăн мар?
Кунçулăма куллен кăткăслататăн,
Çамрăкранпах куратăн-çке типшар.

Телейсĕр эпĕ, чăн та, хĕн куратăп,
Пăхасшăн мар никам та ман çине.
Сан асапна тÿссе вăйран каятăп,
Никам илтеес çук тилмĕряине.

Ман çийĕмрен иртсен хаярлăху,
Хăранине пула пит хавшаклантăм.
Умра çиçейĕ-дш тĕллевĕм, шанчăк,
Çакна уçса пама пултарăн Ху.

Анчах та çырана шыв илнĕнех
Тăшманăмсем хăрушшăн хупăрлаççĕ.
Пĕрле пухăннă май, кĕпĕрленсех
Мана тĕп тăвассишĕн канашлаççĕ.

Эс манăн хаклă, çывăх тусăма,
Чун варлине те сивĕтме пултартăн.
Ыр кăмăллă юлташсене те тартрăн,
Май çук пĕлĕтсемпе сăмахлама.

88-мĕш псалом

Ефам Езрахит вĕрентни.

Эй, Турăçăм, ырăлăхусене
Кунçулăм тăршшĕнче савса çеç юрлăп.
Чĕлхе-çăварăмпа эп вĕсене
Куллен-кунах, ламран-лама шав мухтăп.

Калатăп эпĕ: Эс пуянлăхна
Ĕмĕрсенче упрас тесе çĕкленĕ.
Шур пĕлĕтсем çинче çут чăнлăхна
Тĕреклĕлентересшĕн Хăв ĕçленĕ.

Пĕлтернĕ Эс: «Суйланă çыннăмпа,
Давидăмпа, пит ăслă чурапа
Пĕрле сăмах пĕтертĕм, тупа турăм,
Шанатăп Эп: çакна нихçан вăл тунмĕ.

Каларăм-ха ăна: сан ыр йăхна
Ĕмĕрсенче тĕрек парса тăратăп.
Упранăçемĕн аслă вырăнна,
Влаçпа ламран лама Хам куçаратăп.

Эй, Турă, пĕлĕтсем тĕрĕслĕхне,
Ытла тĕлĕнмелле ĕçÿсене
Таса çынсен ушкăнĕнче куллен-кун
Аслăлатса тăраççĕ-çке тĕллевлĕн.

Эй, Турă, ывăлусем хушшинче
Санпа тупăшакан халь çук вуçех,
Ят-сумупа чăтăмлăху пит анлă,
Вĕсемпеле пулма май çук пĕртанлăн.

Святойсен питĕ аслă йышĕнче
Е Хăй таврашĕнче тăракансемшĕн,
Пуриншĕн те хăрушă — Турă çеç,
Çулпуçĕ те ертÿçĕ Вăл вĕсемшĕн.

Çÿлти çарсен Турри! Эс пит хăватлă.
Санпа çут тĕнчере кам танлашать халь?
Эй, Турăçăм, тĕрĕслĕхÿ таса,
Тăрать вăл илĕртсе те йăлкăшса.

Шăв-шавлă тинĕсе тÿрех чаратăн.
Ун хумĕсем умра çĕкленнĕ чух,
Кăпăкланса мала вирхĕннĕ чух,
Вĕсен хаярлăхне лăплантаратăн.

Эс Раава, çулна пÿлес тесен,
Пултарăн амантма та, ÿкерме те.
Хăватлă вăйупа тăшмансене те
Май тупрăн салатма çилленнĕрен.

Мăнаçлă пĕлĕтсем те, çĕр те — Санăн.
Çут тĕнчере пурăнакансене,
Тем тĕрлĕ кайăка, выльăхсене,
Умра мĕн пуррине Хăв çеç пултарнă.

Сан пилÿпе, ав, çурçĕр, кăнтăр енĕ
Этемсене куллен-кун илĕртет.
Фаворпала Ермон та хĕпĕртет,
Эс вĕсене тахçан Хăв çеç çĕкленĕ.

Вăй-хăвату пит лайăх палăрать,
Сылтăм аллу ялан çÿлте тăрать,
Çут чăнлăхна çирĕплетет ир-каçăн,
Шăп çавăнпа та Эсĕ пит мăнаçлă.

Судупала тĕрĕслĕхÿ вырнаçнă
Пит аслă, çирĕп никĕсÿ çинче.
Хăв умăнта, йăл-йăл çиçе-çиçе
Ырăлăхупа чăнлăху утаççĕ.

Труба кăшкăртнине илтет-тĕк халăх,
Телейлĕ вăл ăна хакланăран.
Çынсем хисеп те чыс çеç курнăран,
Çÿреççĕ Санăн хÿттÿнте вăй-халлă.

Вĕсем сăнун илемлĕ çуттинче
Пулнишĕн, ыр ятушăн савăнаççĕ.
Хăвна чунтан-вартан ĕненнĕçем,
Тÿрĕлĕхÿпеле шав мухтанаççĕ.

Чăнах та, Эс çынсен хăвачĕ, чапĕ,
Чăнах та, Эсĕ пулăшăн ялан.
Эппин, Сан ырă кăмăлна пула
Кашнийĕн тав тăнăçлăхĕ те чакмĕ.

Çăлăнасси пĕр Турăран килет,
Нафан — Израилĕн святойĕ сумлăн
Ун ĕç-хĕлне мала тăсма чĕнет,
Ĕлĕкренех пире Вăл ырлăх суннă.

Таса çыннупала Хăв тĕл пулсан,
Ăна шанса, хисеплесе каланă:
«Халăхăм хушшинче сана курсан,
Эс паттăр пулнипе асла кăлартăм.

Хам чурана, Давида, тупрăм Эпĕ,
Таса çăвăмпа сĕртĕм те ăна
Пĕлтертĕм: пулăшăп сана кăна,
Çут тĕнчере мĕнпур ĕçне хисеплĕн.

Нимрен хăрамĕ вăл, мĕн-ма тесен,
Унпа пĕрле пулатăп Эп куллен.
Ăна Ман аллăм шав тĕреклентерĕ,
Вăл пурăнĕ пĕр шиксĕр, пит чиперрĕн.

Хаяр çапăçура ăна тăшман
Çарне йышлăлатсан та çĕнтереймĕ.
Саккунлăха куллен-кун пăсакан
Чееленсессĕн те пит хĕсĕрлеймĕ.

Эп тĕрлĕ йăх-яха, пуçтахсене,
Ăна пач юратман этемсене,
Пурне те çĕмĕрĕп Хамах хаяррăн,
Кашнин сăх ĕмĕтне йăлт путлантарăп.

Ман чăнлăхăм та ырлăхăм унпа çеç
Упранă те, хавхаланса вара,
Хама çеç пÿрнĕ чаплă ятăмпа вăл
Вăйне-халне шав çĕклĕ пурнăçра.

Ун çĕрĕ-шывĕ пулĕ питĕ аслă,
Тĕнчен вĕçне-хĕрне çитичченех.
Тинĕсĕсем те шавлĕç ĕмĕрех,
Вăл хуçаланĕ пур çĕрте мăнаçлăн.

Мана вăл: Эс, Аттеçĕм, Çăлаканăм,
Эс, Аслă Турă, тейĕ — манăн шанчăк,
Е калĕ уççăн: çутă тĕнчере
Пĕр Эс кăна сÿнми хăват, тĕрек.

Ăна Эп халăхсен хушшийĕнче
Асли туса хуратăп. Çитĕ ĕмĕт.
Вăл çĕр çинчи мĕнпур патшасенчен
Чапли те хастарри çеç пулĕ ĕмĕр.

Ырăлăха парса тăрса ялан
Ăна кăна пĕрмай хавхалантарăп.
Сăмахăмран чакассăм çук нихçан,
Килĕшĕве сăлтавсăр улăштармăп.

Ун ăрăвне пĕтермĕп, ĕмĕр усрăп,
Чи аслă йăх вăл пулĕ тĕнчере.
Ман ятăмпа çĕкленĕ Керменре,
Тав тунă май ăна умра шав курăп.

Давид ывăлĕсем Ман закона
Манса кайсан, Пăхăнмасан ăна,
Заповедĕмсене хакламасассăн,
Ун ячĕпе вĕсем пурăнмасассăн,

Эп панă ыр йĕркесене пăссан,
Мĕн хушнине тытса тăма йăнсан,
Вара кашнийĕшне пырса пăхатăп,
Усалланнишĕн туяпа çăлатăп.

Çапах та ырăлăхăма тÿрех
Пит çилленсессĕн те туртса илместĕп.
Пĕртен-Пĕр Чăнлăха та сивлеместĕп,
Ăна кăна хаклатăп тĕнчере.
Хам Хунă Сăмаха улăштармастăп,
Çăварăмран мĕн тухнине пăсмастăп,
Давидăн çурчĕ ларĕ çуталса,
Патшалăхĕ те тăрĕ вăйланса.

Тасалăхăма Эп пĕррехинче
Тупа тусаччĕ-çке, эппин, кĕçех
Сăмахăма ним вырăнне хумасăр
Хăятăп-им йăлтах улăштармашкăн?

Давид патшан ыр ячĕ çĕкленсе
Хĕвел сÿнсе ларичченех упранĕ.
Ун урлă çĕр çинчи пур ăрусем
Тĕрĕслĕхе тупса шав аталанĕç.

Ят-сумĕ сарă уйăх евĕр пулĕ,
Пĕлĕт çинче тĕрĕссине кăна
Вăл каласа тăрайĕ яланах,
Тĕреклĕ тăрĕ, ялĕртĕ ун çулĕ».

Анчах та Эс ăна пит хакламарăн,
Хăвах çу сĕрнĕ çыннуна хурларăн.
Начар этем шутне кĕртсе пĕрмай
Çилленнĕрен тăхтарăн ал пама.

Хăв чуруна çеç панă сăмаха
Вĕçне çити тытмарăн, улăштартăн,
Вăл пуç пулса та тăраймасть, ав, халь,
Коронине çĕре илсе пăрахрăн.

Хулан хÿмисене ишсе антартăн,
Тарăхас ласа чĕнсен те пулăшмарăн.
Умра мĕн пуррине çĕмĕрнĕрен,
Сан халăху пурнать-çке сехметре.

Ăна хисеплемеççĕ кÿршĕсем,
Мăшкăлласа кулмашкăн вăтанмаççĕ.
Çулĕсене пÿлменнипе вĕсем
Çĕршыв пуянлăхне йăлт çаратаççĕ.

Эс хирĕç тăракансене май патăн
Шав çĕклемешкĕн сылтăм аллине.
Хăйне пит юратман тăшмансене,
Пурне те ирĕн-каçăн савăнтартăн.

Хăвах Эс унăн хĕç çивĕчĕшне
Мăкатрăн та çапăçăва тухмарăн.
Вут-вăрçăра тĕрек парса тăмарăн,
Ĕлĕкхи пек сĕнмерĕн çут пилне.

Куллен-кунах вăй илнĕ чап-сумне
Ним вырăнне хумарăн, çĕклемерĕн.
Кайран çĕршывăн пăхăнманлăхне,
Ун аслă вырăнне йăлтах пĕтертĕн.

Ытла та çамрăк ĕмĕрне кĕскетрĕн,
Хĕвеллĕ кунсенчен тÿрех пистертĕн.
Ăна хăвартăн-çке Эс намăса,
Шанма май çук вăл ырă курасса.

Эй, Турăçăм, ялан пĕр чарăнмасăр
Хăш тапхăрччен тăратăн курăнмасăр?
Çиллÿ вут пек ялкăшĕ хăçанччен,
Хаярлăху чакать-ши майĕпен?

Хама хам тарăхса ман хăçанччен
Пăлханнă чунăма лăплатмалла-ши?
Ăс-хал, тÿр çул шыранăçем чĕрен
Мĕскершĕн ир те каç кулянмалла-ха?

Епле ман пурнăçăм, аса илсем,
Этемĕн ывăлĕсене пурне те
Пач кирлĕ маршăнах, ĕретлĕн
Пултартăн-им-ха Эсĕ, пĕлтерсем.

Çын хушшинче сив вилĕме курмасăр,
Мĕн пÿрнинчен алхапăл хăтăлмасăр
Çĕре кĕрессинчен пăрăнакан
Пурах-ши? Çав этем вара халь кам?

Эй, Турăçăм, Эс ĕлĕкрен кăтартнă
Ырăлăхусем халĕ Сан ăçта-ши?
Эс Давида тупа тусаччĕ-çке,
Хăв чăнлăхна та асăннăччĕ-çке.

Эй, Турăçăм, Сана эп чурусем
Асап курнисене аса илтерĕп.
Мĕн-ма тесессĕн, вăйлă халăхсем
Иртĕхнине ăшра тÿссе çÿретĕп.

Эй, Турăçăм, тăшманусем тем тĕрлĕн
Хăртса тăма хăяççĕ пурнăçра.
Сан çыннуна, ăна Эс хăв çу сĕрнĕ,
Хисеплемеççĕ, кăлараç шутран.

Пĕртен-Пĕр Турă ĕмĕрех мухтавлă,
Ун ĕçĕ-хĕлĕ яланах пит аслă.
Çакна ăнланмалла тесе кашнин
Чĕнетĕп уççăн эп. Аминь, аминь.

89-мĕш псалом

Турă çынни Моисей кĕлли

Эй, Турăçăм, Хăв хÿттÿне пире
Илсессĕн, патăн кашнине тĕрек.
Ламран лама куçать ĕçĕ-хĕлÿ Сан,
Çитсех тăрать çынсен валли пилÿ халь.

Тусем çĕклениччен çут тĕнчене
Çĕре, пурне те пултаричченех
Пĕр Хăв кăна хуçа Эс пулнă, Турă,
Санран асли, ăсли никам çук урăх.

Çĕртен тухатпăр та çĕре кĕретпĕр,
Шăп çавăнпа халь çакăн пек пуплен:
«Этем ывăлĕсем, мехел, çитсен,
Тăпра пулса кунçулăра вĕçлетĕр».

Сан пĕр куну пин çулпала танлашĕ.
Вĕçсе иртетпĕр Хăвăн умăнтах.
Сĕм-тĕттĕм каçусем те хыт шăваççĕ,
Вĕсем те Саншăн пĕр самант анчах.

Эс çынсене, шывпа юхтарнă евĕр,
Илсе каятăн та, вара вĕсем
Туяççĕ тĕлĕк курнăн, ма тесен,
Ниме те пĕлтермест кашнин тĕллевĕ.

Хĕвел хĕртеессĕн, курăк йăлт типет.
Ÿт-пÿ те çĕнĕ тум пек кивелет.
Пуплеççĕ-ха, пуриншĕн те ку паллă:
«Этем вилет, пĕтсессĕнех вăй-халĕ».

Вĕçсĕрлĕхре çын пурнăçĕ кĕске çав,
Пĕртен-пĕр ĕмĕрĕ шит тăршшĕ çеç ун.
Этем, чăнах та, çÿресен паян,
Мĕлкин палли те юлаймасть ыран.

Çилленнĕ вăхăтра Сан умăнта
Хăюллăн калаçма пултараймастпăр.
Хăратпăр эпĕр хаярлăхунтан,
Кÿренсенех Эс — хăвăрт çухалатпăр.

Çынсен начар ĕçне умна Хăв хунă,
Пит вăрттăн тунă çылăхсем çине
Сăнун çутти ÿкейнĕ, вĕсене
Пурне те асăрхайнă-çке Эс, курнă.

Çапла сав, пирĕн çул-йĕрсем, кунсем
Хаяр çиллÿн шав-шавĕнче çухалчĕç.
Асаплă сас пĕр хут çеç илтĕнсен,
Тек янрамарĕ, пулнăран пит халсăр.

Пурнас кунсен хисепĕ çитмĕл çул,
Сакăрвуннă çитен, вăй-хал пухсассăн.
Чи лайăх вăхăт та чирпе асап çеç
Куллен-кун тĕл пулать, ырри пач çук.

Çÿретпĕр-ха: умри кунсем нумай пек,
Анчах çын ĕмĕрĕ ытла кĕске.
Вĕçсĕрлĕхре кун-çулăмăрăн пайĕ
Мăн тинĕсри тумлам кăна иккен.

Çапах та Сан çиллÿн усал вăйне,
Хаярлăхун пуçламăшне, вĕçне
Çут тĕнчере кам йăлт пĕлсе çитерĕ,
Хăш таранччен пулать этемĕн терчĕ?

Тусем, сăртсем Санран хăранипе
Чĕтренипе кĕç ишĕлме пуçлаççĕ.
Çак пулăшăн сăлтавĕ пĕтĕмпех
Эс çынсене çилленнинчен тухать-çке.

Вăй-халлă пултăр сирĕн чун-чĕре,
Тесе халь ăслăлантарсам пире.
Пурнас кунăм ăра хисеплеме те
Вĕрент-ха, ĕмĕр ирттĕрччĕ ĕретлĕн.

Эй, Турăçăм, Хăв халăхун енне
Часрах, часрах ăшпиллĕн çаврăнсамччĕ.
Ыйтатăп эп: хĕрхен чурусене,
Вĕсен хутне кĕрсемччĕ, пулăшсамччĕ.

Ырăлăхупа тăрантар ирех,
Ĕмĕр тăршшĕнче савăнтар пире.
Мĕн ыйтнине веçех туса çитĕрччĕ,
Хĕпĕртесе пурăнтарсам чиперрĕн.

Унччен тем чухлĕ хĕн, асап чăтнишĕн,
Кунсем-çулсем Синкерлĕхре иртнишĕн
Халь ĕнтĕ савăнтар кашнийĕшнех,
Манса каяр нуша курнисене.

Ĕçĕ-хĕлÿ Сан чурусем çинче те
Шав пурăнтăр, ан чактăр нихăçан.
Вĕсен ывăлĕсен сăн-питĕнче те
Палăрса тăтăр мухтаву ялан.

Туррăмăр Турă ырлăхĕ куллен
Пирĕн çинче пулайтăрччĕ, вăй патăр.
Аллăмăрсен ĕçне ялан ăнтартăр,
Ăмăртăр аллăмăр ĕçне çуллен.

90-мĕш псалом

Давидăн мухтав юрри

Çÿлти Турă хÿтлĕхĕнче ялан
Пурăнакан этем тăрать пит канлĕн
Йĕркеллĕ ун кунçулĕ, ăраскалĕ,
Пурне те Вăл тума пултарнăран.

Çынсем Ăна пурнаççĕ пăхăнса,
Калаçнине пĕрмай ăша хывса.
Çылăхĕсем пĕтсессĕн хĕрхенмеççĕ,
Ун хÿттинче пĕрмай вăй-хал илеççĕ.

Этем Турра калать: «Пĕртен-пĕр
Тарса пырас вырăнăма упран.
Шанатăп: йăлăнсассăн хÿтĕлен те,
Вара чуна шелленĕ май, сыхлан».
Чăнах та, Вăл сунарçă вăрттăн лартнă
Танатаран час хăтарма нелет.
Халтан ярса вĕлермеллех амантнă
Хăрушă суранран та Хăй сиплет.

Сана Вăл тĕкĕсемпе хÿтĕлет,
Çуначĕ айĕнче тупатăн вырăн.
Тумтирĕ тимĕр пек çирĕпленет,
Ăна пула хăвна туятăн ыррăн.

Пĕртен-Пĕр Турă Хăй—хĕвел, Хăй—хÿтлĕх,
Ырăлăхне те чап-сумне сĕнет.
Айăпсăр пурнакансене те ÿлĕм
Манса каймасть, парать мĕн пуррине.

Вăл çĕрлехи тискер усал вăйран та,
Тăр кăнтăрла вĕçекен ухăран та,
Муртан е вăрттăн ерекен чиртен
Таса çынна хÿтĕлеет куллен.

Тÿр кăмăллă этемĕн çумĕнче
Хаяр тăшманĕсем пиншерĕн ÿкĕç.
Вĕсем выртса юлса сылтăм енче
Ăна инкек-синкек нихçан та кÿмĕç.

Тĕлĕкĕсем пĕр енлĕ, ырă пулĕç,
Никам та хăратаймĕ тăруках,
Унпа тупсан чылайăш йĕр сăмах,
Кайран хăйнех хисеплесе çеç пурнĕç.

Эс Ху та çакăн пек пăхса тăрайăн,
Усал çынсем хĕн курнине ялан.
Ун умĕнче сан пулас çук чăн айăп,
Туррăмăра пĕрмай пăхăннăран.

Мĕн-ма тесессĕн, эс çапла каларăн:
«Ман шанчăк-Турăра кăна», —тесе.
Ун çумĕнче çăлăнăçна шырарăн
Сиссе тăрса Вăл кĕç хÿтĕлессе.

Эппин, сана инкек-синкек çакланмĕ,
Çурту-йĕрÿ патне чир çывхараймĕ.
Ăна ним пулман евĕр тав туса,
Эс пурнăн канлĕхре çеç савăнса.

Вăл Хăйĕн Ангелĕсене ир-каçăн
Утса тухас çулна шав сыхламашкăн
Кăларса ярĕ те, вара тинех
Пач туймăн терт-нуша çулăхнине.

Ун чух эс выçлăхран та уççăн кулăн,
Мĕн-ма тесен, сана хăратмĕ юрлăх.
Вăрмансенчи тискер чĕрчунсенчен
Тăр-тăр чĕтремĕн тĕл пулсан пĕччен.

Хирти мăн чул та санпала канашлĕ,
Вăл чăрмантармĕ тырпула ÿсме.
Кайăксемпе те пулăн эс юлташлă,
Май тупăн вĕсемпе килĕштерме.

Аспидпа василиск ÿтне сăхаймĕç,
Вĕсем çине эс пусăн урупа
Арăсланпа хăрушă аçтаха та
Сиен кÿреймĕç, çапăçмĕç санпа.

Хăй Турă уççăн çакăн пек калать:
«Хама юратнăшăн çынна Эп хаклăн.
Ята пĕлнишĕн инкекрен хăтарăп,
Хутне шав кĕрĕп, парăп вăй-хăват.

Ир-каç кĕлтунине илтсессĕнех,
Çут тĕнчере мĕскер кĕтсе тăрать вăл,
Ĕçе мĕнле вĕçлессине шанать хăй,
Çавсем ун пурнăçланĕç кулленех.
Куляннă чух çак çынпала çеç пулăп
Синкерлĕхре ăна вăй парăп Эп.
Асла кăларăп та унпа шав юлăп,
Вара вăл курĕ куллен-кун хисеп.

Ăна Хам сĕнеп тăнăçлă кунçул,
Е парса тăрăп темĕн чухлĕ мул.
Вутра та çунмĕ вăл, шывра та путмĕ,
Çапла этем мала хăюллăн утĕ».

91-мĕш псалом

Псалом. Шăматкун юрламалли юрă.

Турра пĕрмай аслăлани пит ырă,
Кунтан хакли нимскер те çук-çке урăх.
Эй, Çÿлти Туррăмăр, ятна мухтар,
Пĕр Сан çинчен çеç юрăсем юрлар.

Ырăлăху пирки хĕвел тухсан,
Ăна ирех хаваслăн палăртсан,
Е каçхине çут чăнлăхна яр-уççăн
Хăпартланса пĕлтерсенех пит сумлăн,

Вĕсем çинчен псалтирь кала-кала,
Вун хĕлĕхлĕ инструментпа илемлĕн,
Кĕслен хитре кĕввипеле ялан
Шăрантарсаесăн юрă — чун çĕкленĕ.

Эй, Турăçăм, мана Хăв çеç пултарнă,
Япаласем пурришĕн савăнтарнă.
Аллун ĕçĕсене курнипеле
Эп савăнатăп-çке çапла куллен.

Эй, Турă, ĕçÿсем тем тĕрлĕ Санăн,
Шухăшусем те калама çук тарăн.
Этем çулун пуçламăшне, вĕçне
Ăнкараймасть, пĕлмест чăн тупсăмне.

Çын чухлайман вăрттăнлăху нумай çав,
Ăна уçса памашкăн çук-çке майĕ.
Ырăлăхна, ăсна çут тĕнчере
Ăнланаймастпăр уçăмлăн тÿрех.

Мĕн-ма. тесен, шăпамăр кашнинех
Ытла кĕске, ем-ешĕл курăк пек.
Çынсем, чăнах, малтан вăй-хал илеççĕ,
Анчах кайран пит хăвăрттăн пĕтеççĕ.

Усал çынсем йытпырши евĕр,
Вăхăтлăха кăна ÿссе çитсен,
Эй, Аслă Турă, Эсĕ çеç тĕллевлĕн
Кирек хăçан мăнаçлăн çĕкленĕн.

Мĕн-ма тесессĕн, Сан тăшманусем,
Йĕркесĕр ĕçĕсем чылай пулнишĕн,
Пĕтеççĕ саланса, юлаççĕ нимсĕр,
Пуласлăх çук çут тĕнчере вĕсен.

Мана кăмăлласа телей пиллерĕн,
Единорог пек эпĕ харсăр халь.
Хăвах таса çу сĕртĕн, патăн хал,
Çавна пула умран хăпать хĕн-тертĕм.

Ман куçăм тăшмансем çине пăхать,
Вĕсен усал ĕçне-хĕлне сăнать,
Йĕркесĕр этемсем куллен хăр-харрăн
Калаçнине илтсе тăратăп халĕ.

Пĕртен-Пĕр Туррăн ырă хÿттинче
Таса çын пальмăпа асилтерет-çке.
Вăл кедр йывăçĕ пекех ÿсет ав,
Çĕкленнĕçем Ливан тăвĕ çинче.

Таса кăмăллисем те пит йĕркеллĕн,
Ун çуртĕнче кăна лартнăскерсем.
Турă картишĕнче вăй-хал илсе,
Лараççĕ ним пулман пекех чиперрĕн.

Вĕсем Кашнийĕш, ватăлса çитсен те
Çухатас çук тĕреклĕхне, вăйне.
Хăйсем лараççĕ ешерсе куллен-кун,
Çуллен парса тăраççĕ çимĕçне.

Мăнаçлă Туррăмăр пит тÿррине,
Нихçан та Вăл улталаманнине
Пĕлсе тăраççĕ. Ун ĕçне хаклаççĕ,
Ăна кăна хисеплесе пурнаççĕ.

92-мĕш псалом

Давидăн мухтав юрри, шăматкун умĕн
çĕр çине чĕрĕ чун тулнă кун

Патша престол ĕнче вырнаçнă Турă:
Хăватлă пулнăран илемлĕ тумĕ,
Тĕреклĕ пилĕк ĕ. Вăл хушнипе
Тĕнчемĕр улшăнмасть, тăрать пĕр пек.

Эй, Турăçăм, Эс ĕмĕр-ĕмĕр пур.
Сан аслă вырăну ялан мăнаçлă.
Енчен те çын Чăтсан инкек, хĕн-хур,
Ăна пĕлетĕн шеллеме ир-каçăн.

Хумсем, тăшмансем пек, пĕрмай шавлаççĕ,
Сассисене çĕклентерсе яраççĕ.
Вĕсем пырса çапаççĕ çырана,
Шиклентерсессĕн куллен-кун ăна.

Анчах та аслă юханшывсенчен
Е тинĕсĕн хаяр хÿмесенчен
Çут тĕнчере вăйлăраххи те пур-çке.
Ун сумлă ячĕ çакă: Вăл — Хăй Турă,

Айван çынсем пĕлмеççĕ ĕнтĕ лайăх,
Çÿлте пурăнакан кашнийĕнчен
Пит уççăн кулĕ, вăхăчĕ, çитсен,
Е мăшкăлĕ ухмахланнишĕн халăх.

Ун чух вăл вĕсене пит хăратса,
Хăй çиллине яр-уççăн кăтартса
Хăрушă сассине тÿрех пĕлтерĕ,
Пухăннăскерсене сехĕрлентерĕ.

Эй, Турă, Эс пĕлтернĕ йĕркесем,
Пире пилленĕ заповедÿсем,
Çут чăнлăху халăхунта шав юлĕ,
Таса Çурту Сан ĕмĕр çирĕп пулĕ.

93-мĕш псалом

Давид псаломĕ, эрнен тăваттăмĕш кунĕ

Эй, хирĕç тавăракан Аслă Турă,
Эй, хирĕç тавăракан Аслă Турă,
Кăтарт Хăвна, кăтарт вăй-хăватна,
Никам ан хăйтăр сивлеме Сана.

Тĕнче Тÿри, часрах, часрах тăрсам,
Мăнкăмăллă этемсене тупса,
Ĕçĕсене кура йăлт тавăрсамччĕ,
Вĕсем тÿрккесленнишĕн нушаланччăр.

Эй, Турăçăм, усал çынсем çапла
Хăш тапхăрччен пит иртĕхсе пурнасшăн?
Ыркăмăллăх мĕнне манса ялан
Хăйсен пÿтсĕрлĕхне çеç палăртасшăн?

Вĕсем ытла хăюллăн калаçаççĕ,
Йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн мухтанаççĕ.
Çут тĕнчере Хăй Турă кулленех
Хуçа пулса тăнине маннă пек.

Эй, Турăçăм, таса çыннусене
Ăçта май килнĕ, çавăнта таптаççĕ.
Пÿлеççĕ яланах кашнин çулне,
Суйланă халăхна та хакламаççĕ.

Тĕрексĕр юлнă тăлăх арăма,
Ача-пăчасене пач хĕрхенмеççĕ.
Ютран килнисене те вĕлереççĕ,
Çак ирсĕрлĕх хуçаланать мĕн-ма?

Хăйсем калаççĕ: Турă курмĕ ним те,
Иаковăн Туррин çухалчĕ никĕс.
Çут тĕнчери çынсен мĕнпур ĕçне
Май çук асăрхамашкăн кулленех.

Аскăнлакан этем, чăнах та, шутсăр
Çутта сивлет, тĕттĕмлĕхе савать.
Пĕртен-пĕр ĕмĕт пур ун: çын ан куртăр,
Вара ясарланмашкăн май пулать.

Е вăрă-хурахсем каç пуличчен
Пĕр-пĕр пуян çурта аван сăнаççĕ.
Кайран çÿл тÿпери хĕвел çĕтсен,
Пÿрте чавса кĕрсе йăлт çаратаççĕ.

Эй, ăссăр этемсем, сиртен ыйтасшăн:
Хăçан эсир кĕретĕр-ши тăна?
Эй, ним те чухлайманскерсем, Ăна
Хăш тапхăрччен тарăхтарса пурнасшăн?

Вăл хăлхана та, сăнакан куçа та
Пурне те Хăй пултарнă, çавăнпа та
Илтеймĕ-ши куллен сив сăмаха,
Туйса тăраймĕ-им Ултавлăха?

Халăхсене ăса кÿртет пулсан,
Кашнийĕшне çул-йĕр уçса парсан,
Суялăха курсан, тăп тăрĕ-им Вăл,
Пурне те ăнкарсан, питлеймĕ-им Хăй?

Çын шухăшĕ ниме тăманнине
Пĕлсе тăрать-çке Турă питĕ лайăх.
Эй, Турăçăм, Сан законусене
Ăнланнисен телейлĕ çут малашлăх.

Енчен этемĕн ĕмет татăлсан,
Ăна вăл пурпĕр пулăшать ялан.
Суянăн çыннăн çăварне хупма та
Пултарĕ Турă Хăй кирек хăçан та.

Кама эп юрататăн, çавсене
Питлетĕп, тенĕ Вăл Хăй, кулленех.
Эппин, хĕн курнăшăн Унпа ан хирĕç,
Ăна çеç пăхăнсан, терте эс сирĕн.

Мĕн-ма тесессĕн, Турă йăлт курать,
Хăй савнă этеме пĕрмай хурлать.
Юратнă ывăлне пĕртен-пĕр ашшĕ
Ыр тăвассишĕн вăрçнă пек ачашшăн.

Эй, Турăçăм, усал этемшĕн Эсĕ
Алтса хуриччен тарăн шăтăкна,
Ăна Синкерлĕхре пит хисеплесшĕн
Шав тăрăшăн. Паран çăмăллăхна.

Çапах та Хăй суйланă халăхне
Нихçан та тĕртсе ямĕ Аслă Турă.
Тахçан Вăл савнă пек аттесене
Пире те çĕнĕ ырлăх. Тарĕ хурлăх.

Суд, тĕрĕсмарлăха сирсе ярса,
Çаврăнĕ тÿрĕлĕх енне часах.
Вара таса чĕреллисем ăнланĕç,
Кашнийĕшĕ Ун хыçĕнчен çеç кайĕç.

Ыйтасшăн эпĕ: ман хута кĕрсе,
Усал вăя пĕрмай хирĕçлесе
Йĕркесĕр ĕç тăвакана кам сивле,
Умра капланнă хĕн-хура кам сирĕ?

Чухлатăп лайăх, Турă пулмасан,
Пĕр Вăл кăна куллен пулăшмасан,
Чун-чĕмĕм вилнисен патне куçатчĕ,
Хура çĕрпе йăлт хупланса выртатчĕ.

Эп уççăн: ал-ура чĕтрет тесен, »
Сана çеç Турă, шеллеме чĕнсен,
Хирĕçлемерĕн Эсĕ, алă патăн,
Ырăлăхна сĕнсе хавхалантартăн.

Ашчикĕме Терт-хурлăх каснă чух,
Вăл чарăнмасăр капланса тăрсассăн,
Мана лăплантарма Хăв май тупсассăн,
Тин канăç тупрĕ халтан кайнă чун.

Эппин, йĕркесĕр ĕç тăвакансен,
Сан вырăну çывăхĕнче куллен
Лармашкăн тивĕç пур-им-ха хальхаççăн?
Вĕсем, ав, саккуна пач пăхăнмаççĕ.

Вĕсем, ав, тÿрĕ кăмăллă çынна
Пусмăрласа тăмашкăн вăтанмаççĕ.
Пĕрре те айăпа кĕмен чуна
Эртел пухса куллен-кун тăрăнаççĕ.

Пĕртен-Пĕр Турă çеç халь манăн хÿттĕм,
Тĕреклĕскер чап-ырлăхне сĕнет.
Туятăп эп: Вăл пурăннăçем ÿлĕм
Манса каймасть, парать мĕн ыйтнине.
Йĕркесĕр ĕçпеле çыхланнисем
Хăйсен усаллăхне пулах кĕç пĕтĕç..
Турра çиллеятернишĕнех вĕсем
Кашнийĕш кунçулне пит чыссăр вĕçлĕç.

94-мĕш псалом

Давидăн мухтав юрри

Ыйтатăп эпĕ: килĕр, килĕр пурте,
Туррăмăра чун-чĕререн мухтар.
Çăлăнасса шанса халь кăшкăрар,
Кашнин тĕрекĕ те Пĕр Вăл çеç пултăр.

Мухтанăçемĕн Ун умне тăрар,
Умне пырар та юрăсем юрлар.
Хаваслă кĕвĕ таврара янратăр,
Иртен-çÿрен илтсессĕн хăпартлантар.

Çут тĕнчере Пĕр Турă çеç пит аслă,
Ун ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех мăнаçлă.
Патша Вăл, çавăнпа ют турăсен
Пăхăнасах пулать Ăна куллен.

Вăрмансенчи тем тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк,
Çĕр çийĕнчи пит йышлă выльăх-чĕрлĕх
Пĕрмай çÿреççĕ Унăн умĕнче,
Тусем те яланах Ун аллинче.

Лăпкăлăхне çухатнă тинĕсе те,
Пушхирсене, пит пулăхлă çĕре те
Ун аллиех пултарнă. Çавăнпа
Çынсен мухтанмалла çеç Турăпа.

Ыйтатăп эпĕ: килĕр, хамăра
Пултарнăшăн итлер Туррăмăра.
Ун умĕнче чĕркуçленсе тăрар та
Ăна ÿксе Кашнийĕш пуççапар халь.
Вăл пирĕн Туррăмăр-çке, ĕнтĕ эпĕр
Сурăхсем пек, кĕтĕвĕнче çÿретпĕр.
Ун аллинче куллен-кун пулнăран,
Ăна çынсен итлемелле ялан.

Тăнлăр эппин Хăй мĕн каланине:
«Эсир пушхирсенче Мана сăнарăр.
Меривари пекех чĕрĕрсене
Шухăшламасăрах халь ан хытарăр.

Çав вырăнта-çке сирĕн аçăрсем
Ĕç-хĕлĕме тĕпчерĕç те тĕсерĕç.
Унта пурне те Эпĕ тĕлĕнтертĕм,
ÿпкелешме çеç пĕлчĕç-ха хăйсем.

Ăса кĕменшĕнех çак ăрăва
Эп хĕрĕх çул хушши хытах кÿрентĕм.
Вĕсем, чăнах та, тивĕç мар тава,
Вара çилленнипе çапла пуплерĕм:

«Ку халăх аташма кăна пĕлет,
Çул-йĕрĕме те хакламасть ним чухлĕ,
Тĕллевĕ çук ун, çавăнпа та чуххăм
Тăр кăнтăрла та аташса çÿрет.

Çак витĕмлĕ сăлтавсене пула
Хаярланса кайса Эп тупа турăм:
Ман хÿттĕме çак халăх ĕнтĕ тупмĕ,
Ун чылайччен халь пит кулянмалла”.

95-мĕш псалом

Давидăн мухтав юрри.
Çурт лартнă чухнехи

Туррăмăра савса пур кăмăлтан,
Хавхаланса вĕр-çĕнĕ юрă юрлăр.
Мĕнпур тавралăх, хура çĕр ялан
Ăна Кашнийĕш сумлăн, ăшшăн мухтăр.

Турра кашнийĕшĕ хисеплĕр, савăр.
Ун ыр ятне чунтан сума суса,
Вăл çеç çăлассине шанса тăрса,
Çак хыпара çынсем хушшинче сарăр.

Мухтавлă, чаплă ĕçĕсем çинчен
Тем тĕрлĕ йăх е халăх хушшинче
Пурне те каласа парсамăр эсĕр.
Ун пултарулăхĕ шав тĕлĕнтертĕр,

Пĕртен-Пĕр Турă çеç çут тĕнчере
Суя турăсенчен хăрушă, вăйлă.
Ăна хирĕçлемешкĕн кам халь хăйĕ?
Çав çын нихçан тухаймĕ сехметрен.

Халăхсен питĕ йышлă туррисем —
Кашнийĕшĕ ахаль кĕлеткесем.
Чăн Турă Хăй пĕлĕтсене пултарнă,
Вăл çеç пурăнăçа аталантарнă.

Ун умĕнче — аслăлăхпа мухтавлăх,
Таса кил-çуртĕнче — сÿнми илем.
Тапса тăран савăнăçпа хăватлăх
Мĕнпур çынна сĕнсе тăрать тивлет.

Сиртен эп, халăхсен ăрăвĕсем,
Тивĕçĕре пурнăçлама ыйтатăп.
Ăна хисеплесе чысланăçем,
Ун умĕнче парăмăра йăлт татăр.

Туррăмăра, Ун вилĕмсĕр ятне
Аслăламашкăн нихăçан ан манăр.
Парнĕрсене аллăра илсенех
Вăл кăмăлланă картишре пулсамăр.

Ăна таса тум тăхăнса пуççапăр,
Сăн-пит ĕр йăл çуталтăр çавăн чух.
Енчен те çĕр чĕтренсенех, ăнланăр:
Çут тĕнчере Унран вăйли халь çук.
Çын хушшинче эсир çапла калаçăр:
Патша престолĕнче Хăй ларнăран
Тĕнче тĕрекленсе тăрать ялан,
Халăхсене Вăл суд тăвать ир-каçăн.

Эппин, пĕлĕтсем хытă хĕпĕртеччĕр,
Çĕр савăнса çеç тăтăр кулленех.
Мăн тинĕс те хавасланса кĕрлетĕр,
Пурнакансен ĕмĕчĕ çиттĕрех,
Уйри, çарансенчи ÿсентăран та,
Вăрмансенчи тем тĕрлĕ йывăçсем
Чи Аслă Туррăма сăнанăçем,
Тăнăçлăхра пулнишĕн хавасланччăр.

Мĕн-ма тесессĕн, Вăл кăна халь хатĕр
Тавлашура тÿре пекех тăма.
Пĕртен-Пĕр Турă вырăнне хурать Хăй,
Пĕлет пурне те тĕрĕс хак пама.

Çут тĕнчере мĕскер пулса иртет,
Çавна Вăл тÿрĕлĕхĕпе суд тăвĕ.
Халăхсене: йĕркеллĕ пурнăр, тет,
Тÿр чунлисем вара Пĕр Уншăн тăрĕç.

96-мĕш псалом

Давид псаломĕ, унăн çĕрĕ йĕркене кĕрсе
çитнĕ чухнехи.

Хăй Турă патшара пĕччен ларнишĕн
Çĕр савăнса çеç тăтăр кулленех.
Ют халăхсем утрав çинчи пекех,
Вĕсем те хĕпĕртеччĕр халь кашнийĕ.

Ун сучĕпе тĕрĕслĕхĕ вырнаçнă
Пит аслă, çирĕп никĕсĕ çинче.
Сĕм-тĕттĕмре, ав, Турă патĕнче
Васкавлăн пĕлĕтсем пуçтарăнаççĕ.

Малта, куçа шартса, ытла хăрушшăн
Вут-хĕм йăлтăртатса куçса пырать.
Кам çылăхлă, Вăл вĕсене тăруккăн
Вĕтелесе илет те тĕп тăвать.

Ун çиçĕмĕсем пĕтĕм тĕнчене
Яраççĕ çутатса, унтан тавралăх,
Аслати сассине илтсессĕнех,
Тăрать сехĕрленсе темрен хăранăн.

Юханшывсем Ăна курсан, тÿрех
Хăранипе пит вăйлăн хумханаççĕ.
Тусем те ăвăс евĕр шăранаççĕ,
Çилли, чăнах та, Ун хаяр сĕре.

Пĕлĕтсене Хăй Турă çеç пултарнă.
Вĕсем Ун мухтавне çирĕплетсе,
Ытла та чаплă пирĕн ыр ĕçсем,
Тесе куллен куçаççĕ вырăнтан, ав.

Халăхсене Вăл ырăлăх парать,
Çÿл тÿперен вĕт çумăр çутарать.
Çуллен тем тĕрлĕ çимĕç тулăх пултăр,
Этем юп куртăр, тет, ан чактăр мулĕ.

Кĕлеткесемпе мухтанакансем,
Йĕрĕхсене çеç пăхăнакансем
Ун умĕнче куллен-кун намăсланччăр,
Вĕсен туррийĕсем Ăна пуççапчăр.

Эй, йышлă турăсем, ыйтатăп эпĕ:
Эсир Туррăмăра çеç халь хисеплĕр.
Сион та, авă, питĕ хĕпĕртет,
Ун сассинче туйса тăрать тивлет.
Иуда хĕрĕсем те савăнаççĕ,
Ăна савса çĕн юрăсем юрлаççĕ.
Кашнийĕшĕ шанаççĕ чăнлăхне,
Мала хураççĕ пĕртен-пĕр судне.

Эй, Турăçăм, Эс пĕтĕм çĕр çинче
Кирек хăш вăхăтра та пит хăватлă.
Çут тĕнчери мĕнпур турăсенчен
Хăв çеç, Хăв çеç нихçанхинчен те аслă.

Турра сăвакансем, усалсене
Пит курайми пулса çитсемĕр халĕ.
Вара Вăл Хăй таса çынсен чунне
Сыхланăçем этемĕн ÿсĕ халĕ.

Ăна кăмăллани халь ытахаллĕн
Ан пултăрччĕ. Чăн юрату пит хаклă.
Тÿрккес пурнаканпа паллашиччен,
Ыр çын çумне çеç çыпçăнсам куллен.

Мĕн-ма тесен, тÿрĕмаррин хавалĕ
Кун çути евĕр çухалать часах.
Пĕрре сÿнсе ларсассăн чун кăвайчĕ,
Чĕрĕлеймест çут тĕнчере татах.

Шăп çавăнпа таса çынсем çинче
Йăлтăртатса тăрать илемлĕ çутă.
Вĕсен чĕри савнăçпа тулнăçем,
Кашнийĕнех пулать тĕллевлĕ çулĕ.

Эппин, сăваплисем, хĕпĕртесе
Халь пурте Турăшăн хыт савăнсамăр.
Вăл тасине пĕрмай аса илсе,
Ун чаплă ят-сумне аслăласамăр.

97-мĕш псалом

Псалом (Давидăн)

Туррăмăра савса, ыр кăмăлпа
Хавхаланса вĕр-çĕнĕ юрă юрлăр.
Вăл сылтăм аллинчи таса вăйпа
Тĕлĕнмелле ĕçсем пит йышлă турĕ.

Усал вăй-хăвата Хăех çĕнтерчĕ.
Халăхсене çăлăнăç кăтартса,
Кашнийĕ умĕнче Хуçа пулса,
Тÿрĕлĕхĕ пирки те йăлт пĕлтерчĕ.

Иаковшăн ыр ĕç тумаллине,
Израильшĕн пит тăрăшмаллине,
Вăл аса илчĕ те, вĕсен кил-çурчĕ
Нихçан ан куртăр, терĕ, сăтăр, хурлăх.

Чылай халăхсен куçĕ умĕнче
Хай çăлнине куллен тĕпчен ĕçем,
Ĕç-хĕл ĕн пархатарлăхне сăнарĕ,
Ман ĕмĕтĕм тулать, тесе каларĕ.

Мĕнпурĕ: çĕрĕ, тăвĕ, тинĕссем те,
Ун пилĕпе пурнакан этемсем те,
Кĕсле кала-кала, Тимпан çапса,
Кăшкăрăр кăмăлтан, мăнаçланса.

Туррăмăрăн ятне хаваслăн мухтăр,
Пĕр Уншăн тăрăшсамăр кулленех.
Çÿле çĕкленĕçем чапне-сумне,
Труба кăшкăртнă май хăюллăн утăр.

Псалом юрланине тăнлатăр тинĕс,
Мăйракан янăравĕ пултăр тикĕс.
Шывра е çĕр çинче Пурнакансем,
Мĕнпурĕ хыт шавлаччăр тĕлĕнсе.
Юханшывсем те çырмасем ал çупчăр,
Çак савнăçа тусем лайăххăн курччăр.
Уй-хирсенчи мĕнпур ÿсентăран
Вăл килессе ĕненччĕр паянтан.

Çут тĕнчере мĕскер пулса иртет,
Çавна Хăй тÿрĕлĕхĕпе суд тăвĕ.
Халăхсене Вăл йĕркене кĕртет,
Тÿр чунлисем вара пĕр Уншăн тăрĕç.

98-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Патша престол ĕнче вырнаçнă Турă
Унран куллен хăраччăр халăхсем!
Херувимсем çинче вăл ларнăçем,
Кисрентĕр çĕр, чĕтреччĕр халь мĕнпурĕ!

Сионра Турă çеç ялан пит аслă,
Вăл пур халăхсенчен те шав хăватлă.
Ун вăйĕнчен пĕрмай хăракансем
Пурнаççĕ куллен-кун, ав, шикленсе.

Эй, Турăçăм, ытла хăруш ятна
Çынсем çут тĕнчере халь аслăлаччăр.
Эс тасаран таса, эппин, Сана
Кашнийĕшĕ хавхаланса ырлаччăр.

Патшан хăвачĕ чăнлăх судĕнче,
Шăп çавăнпа тĕрĕслĕхе савать Вăл.
Тÿрĕлĕхне Хăй тĕреклетнĕçем,
Çавна Иаков урлă та кăтартнă.

Туррăмăра аслăласа мухтар,
Ури айне ÿксе халь пуççапар.
Мĕн-Ма тесессĕн, Вăл кăна мăнаçлă,
Ĕç-хĕлĕпе ялан таса та аслă.
Священниксем çывăхне Моисей
Тата Аарон хумханса пырсассăн,
Самуил та Ăна тархасласассăн,
Вăл вĕсене тăнланă ĕненсе.

Пĕлĕт юпа ăшĕнче тăнă май,
Кашнийĕшне ăнланнă, хÿтĕленĕ.
Мĕн-ма тесен, Ун халăхĕ итленĕ
Вăл çырнă заповедьсене пĕрмай.

Çак йăх хăйне кăна пăхăннăран,
Таса кăмăлпа вăл пурăннăран,
Моисейпе калаçнă лăпкăн Турă,
Çынсем ан нушаланччăр, тенĕ урăх.

Эй, Туррăмăр, эй, Турă, Эс вĕсем
Йăлăннине пÿлмесĕрех итленĕ.
Çак халăхăн ĕçне хисеплесе,
Ăна хÿтĕлесех, тесе кĕрешнĕ.

Вĕсемшĕн Хăв кăна каçаракан,
Мĕн тунине пăхса тавăракан,
Çут тĕнчери Пĕртен-Пĕр Турă пулнă,
Кашнийĕн асĕнче ăшпиллĕн юлнă.

Туррăмăра аслăласа çеç мухтăр,
Ăна пуççапăр та, тăвĕ çинче
Телейлĕ пулассине шаннăçем,
Вăл çеç таса, тесе çĕн юрă юрлăр.

99-мĕш псалом

Аслăламалли псалом (Давидăн)

Мĕнпурĕ: çĕрĕ, тăвĕ, тинĕссем те,
Ун пилĕпе пурнакан этемсем те
Кăшкăрăр кашниех хавасланса,
Чи Аслă Туррăмăра мухтаса.
Таса ятна аслăласамăр пурте,
Пĕр Уншăн тăрăшсамăр кулленех.
Çÿле çĕкленĕçем чапне, сумне,
Эсир Ăна хисеплесе çеç пурнăр.

Туррăмăр Хăй чăн Турă иккенне,
Пире Вăл çеç савса пултарнине,
Эпир Ун халăхĕ çеç пулнине те
Пурăннăçем часах ак ĕненетпĕр.

Эпир Ун халăхĕ — сурăхĕсем —
Ятне-сумне куллен аслăлататпăр.
Ламран-лама куçаççĕ ĕçĕсем,
Вĕсем пирки ачасене калатпăр.

Эсир — Ун хапхинчен кĕрекенсем,
Картишĕнче пулса куракансем,
Мухтав юррисене çеç юрласамăр,
Мăнаçланса ятне аслăласамăр.

Израильшĕн, таса чĕреллисемшĕн
Ун ырăлăхĕ ĕмĕре пырать.
Пит тулăх çĕр çинче пурнакансемшĕн
Çут чăнлăхĕ ламран лама куçать.

100-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Эй, Турăçăм, ырăлăхусене
Кунçулăм тăршшĕнче савса çеç юрлăп.
Чĕлхе-çăварăмпа тÿрĕлĕхне
Куллен-кунах, ламран лама шав мухтăп.

Тăратăп та эп анлă çул çинче
Йăнăшас марччĕ-ха тесе шутлатăп.
Таса чун-чĕрепе çÿренĕçем
Хăçан Эс килесси пирки ыйтатăн.
Умра пит ирсĕр япала тытмастăр
Йĕркесĕрлĕхе хыт Курайманран.
Вăл ман çумма халь тин çыпăçаймасть-ха,
Çурт-йĕрĕме варалас çук нихçан.

Пăсăк чĕреллĕ çын пит аякра,
Усаллине те çывăха ямастăп.
Вĕсем хăпса тăраççĕ халь манран,
Эп Турă хушнипе çеç пурăнатăп.

Тус-тантăшĕ пирки элек сарсан,
Çав этеме эп хăваласа ярăп.
Мăнкăмăллă çынна та тĕл пулсан,
Çÿлтен пăхнишĕн нихăçан каçармăп.

Кам айăпсăр çулпа куллен çÿрет,
Çав пăхăнĕ мана Турра савнишĕн.
Ман куçăм тÿрĕ çынсене тĕсет,
Эп савăнăп вĕсем пĕрле пулнишĕн.

Улталакан этем кил-çуртăмра,
Чееленсессĕн те, шав пурăнаймĕ.
Суйса калаçакан та ман умра
Ытла та ирĕккĕн темччен тăраймĕ.

Çылăхлă çынсене те кунсерен
Эп хушса тăрăп-ха вĕлерттермешкĕн.
Ун хулинче усал тăвакансен
Хам сĕннипе тивет йăлтах пĕтмешкĕн.

101-мĕш псалом

Мĕскĕнĕн хуйха ÿкнĕ чухнехи, хăйĕн хуйхине
Турра каласа панă чухнехи кĕлли

Эй, Турă, манăн кĕллĕме илтсем,
Йăлăннине ăшпиллĕн итлесем.
Çитинччĕ Сан патна эп йĕнĕ сасă,
Тÿрĕлĕхне кура Эс тăнласамччĕ.

Куляннă чух мана, Хăв чуруна,
Ан тăрччĕ кăтартмасăр çут сăнна.
Тархасласассăн, хăлхуна тайсамччĕ,
Эп кĕлтусассăн, лăпкăн пулăшсамччĕ.

Ман ĕмĕрĕм кĕске çав, тĕтĕм пек,
Иртсе пыруçăн, ÿснĕçемĕн тертĕм,
Шăмшакăм вутпуççийĕ евĕрлех,
Ытла та хăвăрттăн типсе çитейрĕ.

Хĕвел хĕртсессĕн, курăк типнĕ евĕр,
Чĕремçĕм имшерленчĕ-çке веçех.
Вăй-хал чакса пынишĕн кулленех,
Пурнатăп çăкăра астивеймесĕр.

Синкерлĕхре пĕрмай хуйхăрнипе,
Ĕшеннĕ кĕлеткем ыратнипе,
Шăмшак çумне йăлт çыпçăнчĕ ÿт-тирĕм,
Куляннипе йĕретĕп каçăн-ирĕн.

Куллен-кун пушхирти пеликан майлăн
Эп ирттеретĕп вăхăта пĕччен.
Ĕ ÿхĕ пек ишĕлнĕ çурт çинче
Пурăннăçем кĕтетĕп ыр малашлăх.

Çывăраймастăп. Канăçăм тин çук.
Пÿрт тăрринчи кайăка асилтернĕн,
Ларатăп хуйхăрса, çапах кĕтетĕп
Кĕç-вĕç улшăнасса умри кунçул.

Тăшманăмсем, кÿрентерес тесе,
Мана пĕрмай хăртаççĕ. Именмеççĕ.
Ыр ятăма ылханнăçем вĕсем
Çул-йĕрĕме сăлтавсăрах пÿлеççĕ.
Çиетĕп кĕл, пĕçернĕ çăкăра,
Хам тар тăксассăн та, тутанаймастăп.
Куççулĕме шывпа хутăштаратăп,
Ăна ĕçетĕп хуйхă-суйхăра.

Эпир ĕнер çеç килнĕ çĕр çине,
Шап çавăнпа та нимĕскер пĕлместпĕр.
Кунçул ăмăр мĕлке пек шунине,
Вăл уссăр пĕтнине те пач сисместпĕр.

Çук тĕнчене килет те çын каять,
Çапах хăй хыçĕнчен мĕн хăварать.
Ĕçĕпеле хисепĕ пур-и унăн,
Е чун-чĕри усаллăхпа çеç тулнă?

Пурнас кунсем пит йышлă пек, нумай пек,
Анчах, шухăшласассăн, тĕлĕнен:
Вĕçсĕрлĕхре сан ĕмĕрÿн пĕр пайĕ
Мăн тинĕсри тумлам кăна иккен).

Этем, чечек пекех, шăтса тухсассăн,
Каярахпа типсе ларать, çĕтет.
Мĕлке куç умĕнчен шуса çухалнăн,
Кунçул та шăп çапла часах пĕтет.

Пĕртен-Пĕр Турă Хăв çеç тĕнчере
Пулатăн Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех.
Иртсессĕн те кунçул, çынсем Сана çеç,
Сыпăкран сыпăка шав асăнаççĕ.

Эй, Турăçăм, Хăв кăмăл тунине,
Сионшăн ырă тăнине кăтартчĕ.
Хăв халăхушăн вăхăт çитнине,
Ăна хĕрхенмелли пирки ан манччĕ.

Сан чурусем Сион чулĕсене те,
Ун тăприне те ĕнтĕ хĕрхенеççĕ.
Çак тăрăха, пурăннăçем савса,
Шанаççĕ Эс кунта час пуласса.

Енчен вĕсем кĕтни тÿрре тухсассăн,
Ун чух çут тĕнчери пур халăхсем,
Е çĕр çинчи пит йышлă патшасем
Сан ятунтан пуçлаççĕ хăраманшăн.

Хăй Турă Сиона тепре кĕç çĕклĕ,
Вăл курăнĕ илемлĕн те вĕр-çĕннĕн.
Тем тĕрлĕ ĕçĕ-хĕлĕ ÿснĕçем,
Мухтавĕ сарăлĕ инçе-инçе.

Вăл илтĕ мĕскĕнсем кĕлтунине,
Хĕрхенсе пăхĕ те кашнийĕшне
Пурăнтарас тесе ялан йĕркеллĕ,
Хăйне йăлăнакансене шав шеллĕ.

Вара Ун ырă кăмăлĕ çинчен
Çырса хураççĕ çĕнĕ сыпăксемшĕн.
Ламран лама ĕç-хĕле куçнăçем
Ăна çеç мухтĕç çуралас çынсем те.

Вăл акă пит таса вырăнĕнчен
Пĕшкĕнсе пăхрĕ çĕр çине хуллен.
Çÿлте тăруçăн çынсене хĕрхенчĕ,
Вĕсен хутне кĕресшĕнех хĕмленчĕ.

Сăнчăр айĕнчисем шав йынăшни,
Тĕрмерисем куллен-кун тертленни,
Кашнин асапĕ Ун патне çитсессĕн,
Вăл хатĕр çынсене хÿтĕлемешкĕн.

Пуплет ăшпиллĕн çакăн евĕр Турă:
Кам тыткăнра, Эп халĕ вĕсене —
Паян-ыран вĕлерес çынсене —
Паратăп аллăма: ан курччăр хурлăх.

Вара халăхсемпе патшалăхсем:
Çÿле çĕкленччĕр пирĕн шухăшсем
Пĕр вырăна пуçтарăнсассăн туслăн,
Ăна сума сăватпăр та пĕр Уншăн

Иерусалимра, Сион çинче
Чап-мухтавне куллен-кун сарнăçем,
Хамăртан килнине часах тăватпăр,
Тесе калаçчăр. Эп йăлтах хаклатăп.

Анчах та Турă кунçула кĕскетрĕ,
Вăй-халăма пĕтерчĕ, шеллемерĕ.
Мана хăварнăран Вăл намăса,
Шанма май çук-çке ырă курасса.

… Этемĕн пурнăç вĕçленсе çитсен,
Ун ăрăвĕн синкер ма курмалла-ши?
Каварлăх ĕ татах та юлмалла-им
Çут тĕнчере çав çыннăн, ĕç пĕтсен?

Эй, Турăçăм, юн тăкакансене,
Пит сĕмсĕррĕн улталакансене
Эс вилĕм шăтăкне антарса ярăн,
Вĕсен киревсĕрлĕхне путлантарăп…

Каларăм: Турăçăм, пурнас куна,
Ĕмĕрĕме çурма çулта ан тат-ха.
Хăв вăхăтна тăсатăн яланах,
Ăна ламран лама Эс куçаратăн.

Эй, Турăçăм, чăн малтанах çĕре,
Кайран пĕлĕтсене те Хăв пултарнă.
Пĕлетĕп лайăх: çутă тĕнчере
Кирек хăçан та Эс çеç хуçаланăн.

Яланлăхах вĕсем пĕтсе ларсассăн,
Пĕр Хăв кăна нихçан та улшăнмастăн.
Мĕн-ма тесен, Кашнийĕш тумтир пек,
Мехел çитсессĕнех, кивелеççех.

… Çут тĕнчере Пĕр Турă çеç пит аслă
Эпир Ăна пĕлсе çитерес çук.
Кашнийĕн пурнăçĕ пит кĕске чух,
Ун ĕмĕрне виçсе кăлараймастăн.

Вăл Хăй патне пыма май çук çĕрте
Çап-çутă вырăнта пурнать. Этем
Ун тарăн пĕлĕвне нихçан хаклаймĕ,
Çителĕксĕр пулнишĕнех ăс шайĕ…

Сан чурусен ывăлĕсем кăна
Çут тĕнчере куллен-кун пурăнаççĕ.
Йăхĕсене тăсаççĕ яланах,
Ыр пилÿпе хăват илсе тăраççĕ.

102-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Эй, чунăм, Туррăма мухта ялан,
Мĕнпур ăшчик Аиа кăна халь савтар.
Чĕлхе-çăварăм, эс те пулччĕ сапăр,
Пĕр Ун таса ятне шав аслăла.

Эй, чунăм, Туррăма мухта пĕрмай,
Тем тĕрлĕ ырăлăхсене ан ман.
Мĕн-ма тесессĕн, Вăл çеç пултаруçă,
Ăна пула кăна çынсен çул уçă.

Этемĕн ĕренкесĕр ĕç-хĕлне
Пурне те каçарать-çке кулленех.
Е ăнсăртран чир-чĕрĕ çулăхсассăн,
Майне тулать тÿрех сирсе ямашкăн.

Çын пурнăçне пĕтессинчен сыхлать,
Инкек курсассăн, хăтарать ăшпиллĕн.
Шеллевлĕ кăмăлĕпе каçăн-ирĕн
Ырăлăхне çеç палăртма васкать.

Кун пек чухне Хăй Турă ангела
Çавăрăнса пăхса хушать çапла:
Нушаланать çын. Эпĕ пит хĕрхентĕм,
Эппин, ăна хăтарччĕ вилĕмрен Эс.

Эй, Турă, Эсĕ тÿр çынна шеллетĕн,
Ăна кирек хăçан та хÿтĕлетĕн.
Вара этем те, ăмăрткайăк пек,
Хăйĕн чунне çамрăклатать тÿрех.

Туррăмăра аслăласа мухтар,
Ури айне ÿксе халь пуççапар.
Мĕн-ма тесессĕн, Вăл кăна мăнаçлă,
Ĕç-хĕлĕпе ялан таса та аслă.

Хĕн-хур куракансен пурăнăçне
Çăмăллатать Хăй, ырлăхне сĕнет.
Кайран тĕрĕслĕхе мала хурать те,
Тÿре пулса, пурне те суд тăвать Вăл.

Моисее Хăех çулне кăтартнă,
Пăхăнăр, тенĕ, Эп мĕн хушнине.
Израиль ывăлĕсене каланă:
Мĕнпур ĕçе хисеплĕр кулленех.

Пĕлет çав хĕрхенмешкĕн Аслă Турă:
Кăмăлĕпе кирек хăçан та ырă.
Чăнах та, Вăл çынна тÿсет вăрах,
Сĕнет ырăлăхне те тăтăшах.

Чăнах та, çиллине пĕрмай тытмасть,
Хаярлăхне васкавлăн палăртмасть.
Çынна айăпламасть, пур Унăн чăтăм,
Шелленипе тăвасшăн мар-çке сăтăр.

Çапах та Аслă Турă çеç пире,
Йĕркесĕр ĕç-хĕле пачах пăхмасăр,
Çылăхăмăрсене асăрхасан та
Хыт тавăрас темест çут тĕнчере.

Шур пĕлĕтпе хура çĕр хушшине
Пуç тĕлĕнче тусассăн та виçеймĕн.
Шăп çавăн евĕр Туррăн ырлăхне
Унран хăракансем нихçан пĕлеймĕç.

Тухăçпа анăçăн тăршшĕ инçе,
Çак сăлтава пула начар ĕçе
Вăл пирĕнтен пит аякра тытать те
Йĕркелĕхе çеç пăхăнма ыйтать шав.

Ачисене шелленĕ евĕр ашшĕ,
Çынсем çине пăхать-çке пит ачашшăн.
Ялан Хăйĕнчен хăракансене
Пĕртен-Пĕр Турă çеç шав хĕрхенет.

Эпир ытла та вăйсăр иккенне,
Каярахпа тăпра пулассине
Пĕлсе, туйса тăрать Вăл питĕ лайăх.
Кунçулăмăр кунта кашнин хăналăх.

Кунçулăмăр кашнийĕн курăк евĕр
Тасалас çук пĕрмай илемлĕн, евĕк.
Е вăл хирти чечек пек ешерсен,
Типсе ларать-çке вăхăчĕ çитсен.

Ун çийĕнчен çил васкаса иртет,
Вăл авăнать те татăлса ÿкет.
Хăй ÿснĕ вырăн та ăна манать час,
Чечек те пулнă çакăнта хăна çеç.

Сана-ха: пĕлĕт капланса çитет те
Шĕвелсенех, куçран вăл çухалать.
Этем те çавнашкал, пĕрре килет те,
Çĕре кĕрсен, тухма ун çук хăват.

Çын, кайнăскер, калла таврăнаймасть,
Кил-çуртĕнче тепре пурăнаймасть.
Ăна, васкавлă вăхăт иртнĕçемĕн,
Манса каяççĕ хурăнташĕсем те.

Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕрех,
Нихçан та пĕтес çук çут тĕнчере.
Вăл Хăйĕншĕн хăракансем çинчен çеç
Хĕвелĕн хĕмĕ евĕр шав çиçесшĕн.

Эй, Турăçăм, Эс Хăв кăна
Пит çепĕç кăмăллă, хăюллă, харсăр.
Пилле, эппин, пĕрмай ăшăллăхна,
Сан çутă чăнлăхна йышăнтăр халăх.

Ялан ывăлсен ывăлĕсенче
Эс хунă сăмахсем упранаяççĕ.
Заповечÿсене те вĕсенчен
Илтсе тăратпăр-çке кашни хальхаççăн.

Эй, Турă, Сан çине шанса тăратпăр,
Çĕре çити ÿкетпĕр, пуççапатпăр.
Пирĕнпеле Эс тÿре пулнă чух,
Эпир нихçан та намăс курас çук.

Вăл Хăйĕн аслă, чаплă вырăнне
Пĕлĕт çинче чиперрĕн, лайăх лартнă.
Патшалăхĕ те Унăн малашне
Пурне те тытса тăрĕ, пăхăнтарĕ.

Эсир — Туррăмăрăн ангелĕсем,
Вăй-хăватпа пĕрмай палăрнисем,
Ун сассине куллен итлетĕр лайăх,
Вăл хушнине типтерлĕн пурнăçлатăр.

Ăна пиншерĕн тăнласа тăратăр..
Эппин, Турра эсир пăхăннăран,
Пĕр Унăн чап-сумне çеç сарнăран,
Çÿле çĕклентĕр сирĕн ырă ятăр.

Ун çарĕсемпеле чурийĕсем,
Çут ирĕкне туса тăракансем,
Кашнийĕшĕ Туррăмăра çеç мухтăр,
Ăна савса илемлĕ юрă юрлăр.

Çÿлте те, çĕр çинче мĕн пуррине,
Курăнманнипеле пытаннине,
Аслисене те, кĕçĕннисене те,
Пуçлăхсемпе пĕрле халсăрсене те,

Пурне те Хăйĕншĕн çеç Вăл пултарнă,
Этемсене тивĕçлĕ вырăн панă.
Чун-чĕрепе халь Ун енче пулар.
Туррăмăра мăнаçланса мухтар!

103-мĕш псалом

Давид псаломĕ, тĕнчене пултарни çинчен

Эй, чунăм, Туррăма мухта ялан,
Мĕнпур ăшчик Ăна кăна халь савтăр.
Чĕлхе-çăварăм, эс те пулччĕ сапăр,
Таса ятне мăнаçлăн аслăла!

Эй, Турăçăм, ытла та Эс мухтавлă,
Çутта тумтир пек тăхăнса яран.
Пĕлĕте чатăр евĕр Хăв уртăн та
Илемÿпе çеç йăлкăшса тăран.

Шывсем çинче, кăшт çÿллĕ вырăнта
Чиперрĕн пÿлĕмсем туса лартăн.
Пĕлĕтсенчен урапасем тусассăн,
Çил кăларса вĕсене кустаратăн.

Ангелсене те сывлăшран тăватăн,
Кашнийĕшне Хăвна пуççаптаратăн.
Ялкăшса çунакан хĕрÿ вута
Калан: тарçăсемпе эс халь пĕр тан.

Çĕре тĕреклĕн Эсĕ вырнаçтарнă,
Ăна пит çирĕп никĕс çине лартнă.
Сан ирĕкне ялан пăхăннипех
Вăл улшăнмĕ, упранĕ ĕмĕрех.

Тумтир пек, питĕ тарăн шывсемпе
Ăна Эс пур енчен те витнĕ лайăх.
Çырансене мăнаçлă тусемпе
Тĕреклетсе йĕри-тавра хупланă.

Тусем çинче шывсем йăлтăртатаççĕ,
Куçа шартса вут-çиçĕмĕ çиçсен,
Ун хыççăн аслати кĕмсĕртетсен,
Вĕсем çав вырăнтан тÿрех тараççĕ.

Тÿпен виçесĕр анлăшне сарса,
Ун чиккине Хăв çеç палăртнă чух та,
Шăв-шавлă тинĕссем валли те туххăм
Йĕри-тавра Эс тинĕссем тусан,

Унтан: Саккунăма кашнийĕ эсĕр
Халь тивĕç пăхăнма, тесе хушсан,
Шыв чарăнмасăр айлăма юхсан,
Ăна хапхусемпе Хăвах пÿлсессĕн,

Чарусăр хумсене лăплантарсассан,
Палăртнă вырăнтан ниçта каймастăр,
Тесе каласанах, вĕсем часах
Çав чикĕре шăпланнă шавласа.

Çĕр тĕпĕнчи çăлсен куçне уçсассăн,
Тусен хушшипеле Эс юхтарсассăн
Е вĕсене курман вăй-хăватпа
Йăлт типĕтен. Тавлашĕ кам Санпа?

Пĕр Хăв кăна шыва тумлам-тумламăн
Пухăн та хăвăрт — çумăр çутăран.
Чечен ÿсентăран вара хаваслăн
Хăват пухса çулçисене сарать.

Таса шывна хир кайăкĕ ĕçет,
Ăна, ав, ашаксем те тутанаççĕ.
Хĕвел хĕрÿлĕхне вăйлатнăçем,
Ăшчиккине кашнийĕ кантараççĕ.

Юханшывсен таврашĕнче çуллен
Пит йышлă чĕрчунсем кĕшĕлтетеççĕ.
Илемлĕн кайăксем чĕвĕлтетеççĕ,
Шăрантараççĕ юрăсем хитрен.

Тÿремлĕ çĕр çинче, ту çумĕнче
Тем тĕрлĕ йывăçсем ÿсеççĕ хÿхĕм.
Вĕсен, ырлăхупа тăраннăçем,
Сана пула пурин те пур-çке хÿтлĕх.

Эс йышлă выльăх-чĕрлĕхсем валли
Утă тумашкăн курăк ÿстеретĕн.
Çынсемшĕн çимĕçне те ĕлкĕртетĕн,
Кашнийĕн пултăр, тен, пÿлми тулли.

Хăш чух этем чунне кăшт йăпатмашкăн
Кăрчамине те сăрине сĕнен.
Е унăн сăн-питне çутăлтармашкăн
Парсах тăратăн йывăçăн çуне.

Эрехĕ, чăн та, кăмăла çĕклет,
Хаваслă çемĕ, савăнăç кÿрет.
Анчах та вĕсенчен хакли ăс-хакăл,
Е çăкăрлă пулсассăн — çын вăй-халлă.

Ливан çинче Туррăн йывăçĕсем,
Унтах ÿсеççĕ çÿллĕ кедрсем.
Вĕсем мăнаçлăн сарăлса лараççĕ,
Çÿл тÿпене илемлĕн кармашаççĕ.

Умри сип-симĕс чăрăша сăнан та
Унта аистăн йăвине куратăн.
Чул ту хÿттийĕнче мулкач ларать,
Тăшмансенчен кунтах вăл пытанать.

Хĕвел хăçан тухмаллине туять,
Ăçта анса лармаллине чухлать.
Сар уйăха та вăхăт кăтартмашкăн
Çÿл тÿпене васкавлăн кăларатăн.

Тĕттĕме çутăпа ылмаштаратăн,
Кун хыççăн таврана чаршав каратăн.
Тискер кайăксене тĕттĕмленсен
Вăрмансенче Эс çÿретме пĕлен.

Арăслансем апатшăн кăшкăраççĕ,
Кашнийĕ хырăмне тăрантарасшăн.
Мĕн ыйтнине пурне те Хăв паран,
Тискер чĕрчунсене лăплантаран.

Хĕвел тухсассăнах вĕсем васкавлăн
Тараççĕ хÿтлĕхе, йăвисене.
Вырăнĕнчен тухмасăрах, шăв-шавсăр
Унтах лараççĕ каç пуличченех.

Этем вăрансанах хире тухать,
Кун каçипе пĕччен тар юхтарать.
Мĕн палăртнă, çавна вăл пурнăçласшăн,
Ĕçре кăна хăй телейне тупасшăн.

Эй, Турă, ĕçÿсем тем тĕрлĕ Санăн,
Шухăшусем те калама çук тарăн.
Ху йĕркелен çулун пуçламăшне,
Вĕçне те пĕлме çук-çке малашне.

Ырăлăху нумай çав, çĕр тулли.
Çавсем чылайăшĕ çынсем валли.
Пурне те Эсĕ пит пĕлсе пултарнă,
Мĕнпур ĕçне Хăв çеç аталантарнă.

Умра шавлать, ав, аслă, анлă тинĕс,
Унта мĕн чул тем тĕрлĕ пулăсем.
Шыв варринче пур пысăк утравсем,
Кунта та пурăнăç шăвать пит тикĕс.

Çав утравсем çинче эс пач курман
Шалт тĕлĕнтерекен чĕрчун нумай.
Пур пысăкки те, пур чи пĕчĕкки те,
Йăвашраххи те, питĕ тискерри те.

Вĕсем те Санăн пилÿпе пурнаççĕ,
Эс хушнине Кашнийĕш пăхăнаççĕ.
Эпир те çĕр çинче Пурнакансем
Хăвна кăна тăратпăр ĕненсе.

Тинĕсÿнте мăн карапсем çÿреççĕ.
Çĕлен пек пысăк левиафана
Асăрхама пулать-çке яланах,
Шыва илемлĕн, ав, пĕрĕхтерет вăл.

Чĕрчунсене пурне те вăхăтра
Парса тăран Эс тĕрлĕ тĕслĕ çимĕç.
Кашни валли вăл ытлăн-çитлĕн
Çитинччĕ, тен, кÿлепине кура.

Сĕнетĕн те — ăна вĕсем илеççĕ,
Е Эс уçсассăн ырă кăмăлна,
Мĕн панипеле тăрансассăнах,
Кашнийĕшĕ Сана çеç хисеплеççĕ.

Сана-ха кăткă пурнăçне йĕркеллĕн,
Пĕр васкамасăр ĕç-хĕлне тĕпче.
Кашни хусканăвĕ епле тĕллевлĕ,
Епле вăл пурăнать çак çĕр çинче.

Ун пуçлăхĕ пулман та, пулас çук.
Ăна хăратаймасть тÿре таврашĕ.
Вăл кирлĕ-кирлĕмаршăнах аташмĕ,
Умри çулне пÿлеймĕ ăçтиçук.

Çавах та апат-çимĕç хатĕрлет,
Пÿртне-çуртне йăлтах хăй тирпейлет.
Çулла, хĕлле те пурăнать нушасăр,
Мĕн-ма тесен ĕçлет ялан канмасăр.

(Пыл хурчĕн пурнăçне те Эс сăна:
Вĕçет те вăй хурать яра куна.
Ун сиплĕ çимĕçне мухтать патша та,
Кăсăклантар ĕ вăл ахаль çынна та).

Анчах-та тĕрлĕ чĕрчунсем, енчен те,
Сăнна кăтартмасан Эс, тăхтасан,
Йăлт- аптăраççĕ, чунĕсем тухсан,
Вилеççĕ-çке тăпра çеç пулнăçемĕн.

Кашнийĕшне пилленĕ пурнăç Турă,
Анчах чухла: Вăл Хăйшĕн те ĕçлет.
Усал этем те тĕл пулсассăн хурлăх,
Ăна та ним пулман пек хÿтĕлет.

Мĕн-ма тесессĕн çутă тĕнчере
Мĕнпур чĕрчунпала мĕнпур этемĕн
Кунçулĕ, чунĕ ĕмĕр-ĕмĕрех
Ун аллинче. Турра эс хир ĕçлеймен.

Эй, Турăçăм, Эс пурнăçна парсан,
Чечекленет-çке пурăнăç ялан.
Пĕр Хăв кăна çĕре шав çĕнететĕн,
Çĕртен, чĕртен, пиллен е пĕтеретĕн.

Пĕр Турă çеç пурсăмăра пире
Ытти çынсемпеле тума пултарнă..
Пурне те ăнланса илме тÿрех
Çут тĕнчене килсессĕнех чун панă.

Мухтавлă пултăр Турă ĕмĕрех!
Вăл ĕçĕсемшĕн савăнса çеç тăтăр!
Çĕре пăхсан, ăна чĕтретсенех
Ту ăшĕнчен вут-çулăм, тĕтĕм тухтăр.

Инкек-синкек е савăнăç пулать-и,
Ÿт-пÿ тĕрекленет-и, шар курать-и,
Ĕмĕрĕм тăршшĕнче Турра мухтам,
Ăна çеç асăнса савса юрлам.

Ман юрă-кĕвĕ Ун кăмăлне кайтăр,
Эп Турăшăн хĕпĕртесе тăрам,
Пултараканăмпа çеç ирĕн-каçăн
Чуна уçса тÿлеккĕн калаçам.

Çухалччăр çĕр çинчен çылăхлисем,
Йĕркесĕр этемсем нихçан ан пулччăр.
Кашнийĕшĕ çут тĕнчере вĕсем
Кирек ăçта, кирек хăçан шар курччăр.

Эй, чунăм, Туррăма мухта ялан,
Мĕнпур ăшчикĕм халь Ăна çеç савтăр,
Чĕлхе-çăварăм, эс те пулччĕ сапăр,
Пĕр Унăн чи таса ятне ырла!
Аллилуйя!

104-мĕш псалом

Туррăмăра аслăлăр кулленех,
Асăнăр ыр ятне çине-çинех.
Ун ĕçĕсем çинчен сăмах тухсассăн,
Çавна пурне те каласа парсамăр.

Пĕр уншăн юрлăр пит хавасланса,
Ăна çеç тăрăр ăшшăн мухтаса.
Тем тĕрлĕ хăватне ăнкарнăçемĕн
Тус-йышăра çавна йăлт пĕлтерсемĕр.

Таса ячĕпеле ялан мухтанăр,
Ăна аслăласа кăна сăмахлăр.
Турра шыракансем ун чух вара,
Пит савăнччăр сирсе хура-шурра.

Хакланăçемĕн заповедьсене,
Турра пурăннă май кашнийĕ шырăр,
Ун хăватне те пит таса сăнне
Тупас тесе малтан мала çеç утăр.

Тĕлĕнмелле ĕçĕсене хисеплĕр,
Унран çеç тухнă йĕркене ĕненĕр.
Вăл тунă, хăватсем, чăнах, нумай,
Пурне те тăрăшăр асра тытма.

Эсир Авраам йăхĕнчи çынсем,
Эппин, Кашнийĕш — Турă чурисем.
Иаков ывăлĕсем иккенне те,
Сире Хăй çеç суйласа илнине те,

Манса ан кайăр-ха. Мĕн-ма тесен
Хуçа Вăл пирĕн. Унăн йĕркисем
Пăхăнтараççĕ-çке кирек ăçта та,
Унпа никам та пулаймасть пĕр танлăн.

Вăл Хăй çеç хунă чаплă сăмахне,
Пин сыпăка тăрса юлмаллине,
Асра тытса пурнать-çке ĕмĕр-ĕмĕр,
Эппин, нихçан та пĕтес çук ыр ĕмĕт.

Авраама ăна Хăй Турă панă,
Исаака та Вăл çакнах каланă.
Тĕрĕслĕхĕ ламран лама куçать,
Çынсен Ăна ялан хаклас пулать.

Сăмах Вăл панă чух Авраама
Унран та аслăрах этем пулман,
Тупа туни çын асĕнче упрантăр,
Тесе каланă та — çав пурнăçланнă.

Мĕн-ма тесессĕн, Турă сăмахне
Кайран Иаковăн законĕ тунă.
Израильшĕн вара вăл малашне
Çĕн ĕмĕрсемшĕн маяк евĕр юлнă.

Каланă Вăл: Ханаан тăрăхне,
Унти çĕре сире анчах паратăп.
Пĕр халăх патĕнчен теприн патне
Куçсассăн та эсир хĕн-хур курмастăр.

Хăй çеç суйланă çак йыша сыхланă,
Унти патшасене çапла каланă:
Ан тĕкĕнĕр çу сĕрнĕ çынсене,
Ан кÿрентерĕр ман пророксене.

Кайран Вăл хирсенчи мĕнпур тырра,
Ăна ан пухчăр-ха тесе пĕтернĕ.
Инкек çеç хуçаланнă таврара,
Чылайăшĕ выçса вилме пикеннĕ.

Иосифа тăван пиччĕшĕсем
Типĕ пусса тĕксе ярсан шеллевсĕр,
Кайран ăна Измаил хуçисем
Чура тума укçа парса илсессĕн,

Урисене тимĕрпе тăлласан,
Вырăна киличчен Ун тÿр сăмахĕ
Мĕн чул Иосиф пит асапланса
Тертленнĕ ĕнтĕ тĕттĕмре хăраххăн?

Çапах та Турă Хăй ăна сăнанă.
Ун чунĕ тимĕр витĕр тухнăран,
Кĕçех патша чури патне çын янă,
Вара вăл хăтăлнă çав тамăкран.

Час улшăннă Иосифăн кунçул,
Хутшăннă чухăнскерĕн тĕрлĕ мул.
Патша кил-çуртĕнче асли пулсассăн,
Мĕнпур çĕрпе пĕччен хуçалансассăн,

Чылай пуян унпа çеç канашланă,
Мĕн-ма тесен, пурне те вăл ăс панă.
Ăнланнă Иосиф çакна аван,
Юратмалла çынсен Турра ялан.

Ун пилĕпе Израиль ак часах
Египет çĕршывне куçма пуçланă.
Иаков пит кÿреннине манса,
Тăван пиччĕшсене йăлтах каçарнă.

Хăй çеç суйланă халăхăн йышне
Кунта Вăл питĕ хăвăрттăн ĕрчетнĕ.
Çÿле çĕкленĕçем вăй-хăватне,
Ăна тăшмансенчен шав хÿтĕленĕ.

Авраама систернĕ сăмахсем,
Тахçан Хăй Турă тупа тунисем
Çывхарнăçемĕн пурнăç япăхланнă,
Çынсем инкек-синкек курма пуçланă.
‘Тăшманĕсен чĕрисенче куллен
Кÿреннĕ туйăм питĕ вăйлăланнă.
Чуралăхра пĕрмай тертленнĕрен,
Ун халăхĕ çуллен-çул асапланнă.

Умри ăраскалне хакламанран,
Ирттернĕ кунçулне усăсăрах.
Тĕллевĕ пулнă пушă пучах евĕр,
Пурăнайман кашни ĕретлĕн, евĕк.

Вара Моисейпе Аарона
Суйланă та Вăл çакăн пек каланă:
Хамра Ман халăх тек ан асаплантăр,
Кунтан илсе тухсамăр халь ăна.

Пĕр Хăй кăна Цоан тăрăхĕнче,
Египетăн илемлĕ çĕрĕнче
Ун чух Вăл тĕрлĕ паллăсем кăтартнă,
Тем тĕрлĕ хăватне те пурнăçланă.

Хăй çеç хушнипеле-çке виçĕ талăк
Хĕвелĕ уçлăха тухса пăхман.
Патша çывăхĕнчи çынсем, пур халăх
Ун сăмахне çĕнме пултарайман.

Египет çыннисем шыв ан ĕçейччĕр,
Ăна сыпсассăн, пурте сиенленччĕр
Тесе, вĕсен çăлне, çырмисене
Юнпа пĕветнĕ Вăл çине-çинех.

Моисейпе Аарона Хăй Турă
Фараонпа тарçисем умĕнче
Пурнăçлама хушсассăн çак ĕçе,
Тем чухлĕ пулă пĕтнĕ, çитнĕ хурлăх.

Тем чул шапа Египет çĕрĕнче
Кÿл ĕçĕнче, çырмасенче йышланнă.
Патша канма выртсан пÿлĕмĕнче,
Вĕсем ăна та питĕ чăрмантарнă.

Çак тăрăха Вăл янă хурт-кăпшанкă
Сăхма пуçлаччăр çынсене тесе.
Вĕсемпеле пĕрле йыт тăнисем
Мĕнпур çĕрте хуçаланма пуçланă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕсем çине кĕçех
Чул евĕр пăр тăктарнă Вăл Хăех.
Кĕтÿсене вут-çулăмпа пĕтернĕ,
Кирек ăçта вăй илнĕ терт-синкерлĕх.

Вăл пăр çаптарнă иçĕм çырлине,
Смоква йывăçĕсем те сиенленнĕ.
Çынсем пурăнакан çурт-йĕрсене
Çил-тăвăл кăларса ишсе пĕтернĕ.

Египетра малтан çуралнисен,
Хам чатăрĕсенче кун курнисен
Пурин те хăвăрттăн пĕтмешкĕн тивнĕ,
Ытла та çамрăк пепкесем кĕç вилнĕ.

Çынсем çине те Турă çиллине,
Мĕнпур хаярлăхне, вут-çулăмне те
Усал ангелсен сивĕ витĕмне ак
Пуçланă çитермешкĕн кулленех.

Вăл курайманлăхăн çулне-йĕрне
Хăйне валли тесе час никĕсленĕ.
Сыхлас килмен Ун тек çынсен чунне,
Выльăхсене те мурсемпе пĕтернĕ.

Каланă чурасем: Эсир пире
Кĕмĕлпеле ылтăнăра парсассăн,
Тухса каятпăр çакăнтан тÿрех,
Эпир уйрăлсанах хĕн-хур курмастăр.
Пит савăннă Египет çыннисем,
Çула тухсассăн Вăл суйланă халăх.
Мĕн-ма тесен хăранă-çке вĕсем,
Хуçаланма пуçланăшăн асаплăх.

Израиль халăхне тăр кăнтăрла
Шур пĕлĕт маяк евĕр çул кăтартнă.
Хĕвел ансан та вут çути çаплах
Кашнийĕшне шав малалла уттарнă.

Çынсем çине Вăл çăкăрне антарнă.
Тинĕсри хăйăр пек, кайăксене
Çÿлтен çĕре ыр кăмăлпа тăктарнă,
Манса кайман сăваплă халăхне.

Пушхирсенче, пит ĕшенсе çитсен,
Хăй халăхне татах та тĕлĕнтернĕ.
Чул çурнă та вара кĕтмен çĕртен,
Тăраниччен пурне те шыв ĕçтернĕ.

Ту-чакăлран çăлкуçĕ тапнăран,
Самантлăха та вăл чарăнманран,
Çырма пекех сив шывĕ шăнкăртатнă.
Усал чир-чĕрсенчен тÿрех сыватнă.

Авраама, хисеплĕ чурине,
Тахçан Хăй панă ăслă сăмахне
Аса илсессĕнех Вăл пурнăçланă,
Кашнийĕшне ырăлăхпа тăрантнă.

Суйланă халăхне пит хĕрхенсе
Ытла та йывăр пурнăçран хăтарнă.
Чуралăхра ан пулччăр тек вĕсем,
Тесе Египет çĕрĕнчен кăларнă.

Пуян та питĕ тулăх çĕрсене
Ыр кăмăлпа ертÿçсене пилленĕ.
Ют ăрусен мĕнпур пуянлăхне
Вăй-хал хумасăрах йăлтах илтернĕ.

Ĕмĕтĕрсем нихçан та ан арпашчăр,
Ман саккуна, йĕркесене ан манăр,
Тесе каланă, заповедьсене
Астуса тăмалла кашнийĕнех.

105-мĕш псалом

Аллилуия

Туррăмăра аслăлăр кулленех,
Асăнăр яланах таса ятне.
Ырăлăхĕ пирки çĕн юрă юрлăр,
Ĕмĕрлĕхех Пĕр Унпала çеç юлăр..

Вăл пит хăватлине халь кам пĕлтерĕ?
Виçесĕр анлă пултарулăхне
Ытла та тĕлĕнтермĕш ĕç-хĕлне
Кам каласа пама ăс-хал çитерĕ?

Тĕрĕслĕхе тытса тăракансен,
Ĕçе тÿр кăмăлпа тăвакансен
Малашлăхĕ кирек хăçан телейлĕ,
Вĕсем пурнаççĕ тĕнчере йĕркеллĕн,

Эй, Турăçăм, Эс Хăвăн халăхна,
Мана та хăвăрттăн аса илсемччĕ.
Пĕрмай шута илсе ыр кăмăлна,
Чун-чĕмĕме çăлса хÿтĕлесемччĕ.

Вара Хăв çеç суйланă çынсемпе,
Куллен-кун халăхун савнăçĕпе
Ырăлăхна курса-туйса тăрам-и,
Сана кăна хĕпĕртесе мухтам-и?

Эпир аттемĕрсемпеле тахçан,
Чăнах та, çылăха кĕрсе аташнă.
Заповедÿсене пăхăнманран,
Таса пурăнмалли пирки йăлт маннă.

Египетри ăрун пуçлăхĕсем
Хăйсем пирки кăна шухăшланишĕн,
Ăс-хакăл шайĕ пит сахал пулнишĕн
Пуçланă тавлашмашкăн кÿренсе,

Çитсессĕн Хĕрлĕ тинĕс хĕррине
Вĕсем ăнкарайман мĕнпур ĕçне.
Ырăлăхна та хăватна йăлт маннă,
Пĕр-пĕринпе тавлашнă, пит пăлханнă.

Çапах та Турă çиллине пусарнă.
Вăй-хăватне кăтартасах тесе,
Çынсем тертленнине шута илсе,
Пурне те инкекрен çăлма васканă.

Вăл Хĕрлĕ тинĕсе типсе лармашкăн
Моисее Хăй хăватне парсан,
Вĕсем çак вырăнтан каçса кайсан,
Пуçланă Туррăмăра тав тумашкăн.

Мĕн-ма тесессĕн Турă кашнинех
Тăшман танатинчен тÿрех хăтарнă.
Йĕрлекенсем шыва путса типшар çеç
Курма пултарнă. Пĕтнĕ çийĕнчех.

Усал этемсенчен йăлт хăтăлсан,
Ун пилĕпе чуралăхран тухсан,
Вĕсем Ăна пуçланă ĕненмешкĕн,
Таса ятна куллен-кун çĕклемешкĕн.

Анчах çак пулăм нумая пыман,
Ун ирĕкне çынсем шута хуман.
Туррăмăра хăш чух пит мухтасан та,
Ăна сăлтавсăрах чылайăш маннă.

Пушхирсенче чылай çÿренĕçем,
Суя илĕртÿпе киленнĕçем,
Çын курăнман çĕрте Турра сăнанă,
Кăмăл туртни хыççăн кайма хăтланнă.

Чăнах та, кирлине, мĕн ыйтнине
Йăлт панă Вăл, анчах чунĕсене
Лăплантарас темен, каланă: хурлăх
Малтанлăха вĕсем Кашнийĕш курччăр.

Çул çÿрекен çынсен хушшийĕнче
Капланнă çилĕ, тавлашу кĕçех.
Ааронпа Моисее чылайăш
Кĕвĕçнине тÿрех вăрçма пуçланă.

Пурне те курса тăнă Аслă Турă,
Дафанăн умĕнче çĕре Вăл çурнă.
Авирон ушкăнне те ак Хăех
Пĕтернĕ шеллемесĕр çийĕнчех.

Çак эртеле çулăмпала çунтарнă,
Тÿрккес, усал çынсен чĕрисене
Кăвар ĕне Вĕтелесе хăратнă
Йăлкăштарса тăруçăн кăвайтне.

Синкерлĕхрен тухсассăн та чылайăш
Турра манма пикеннĕ-çке каллех.
Суя турăсене шав ăсталанă,
Пĕр вĕсене пуççапнă кулленех.

Часах Хорив сăрт-ту çывăхĕнче
Пăру кĕлеткине тăратнă хыççăн,
Пупленĕ: пирĕн турă халь çак çеç.
Ăна кăна кĕлтунă питĕ уççăн.
Ытла та хăвăрт маннă Чăн Турра.
Египетра кăтартнă хăватне те,
Тахçан Вăл вĕсене Хăй çăлнине те
Вĕсем тытасшăнах пулман асра.

Енчен те Моисей тăрăшмасан,
Ун çиллине пусарасах тесе вăл
Ту çурăкĕ умĕнче тăмасан,
Çыннийĕсемшĕн пит ÿкĕнмесессĕн,

Вăл вĕсене йăлт пĕтересшĕн пулнă,
Çапах та халăх ним асăрхаман,
Турă сăмаххине шута хуман,
Тиркенĕ çĕршыва. Хăйсемшĕн çуннă.

Ĕмĕчĕсем çывхарнине сисмен пек,
Чатăрсенче ÿпкелешсе пупленĕ,
Ун сассине çынсем пач итлемен,
Çавна пула Ăна хисеплемен.

Хăйне шав сивлекен çак эртеле
Вăл пит çилленнĕ, аллине çĕкленĕ.
Тĕреклĕ çынсене йĕрлĕ-йĕрлĕ,
Пушхирсенче çапса ÿкерес, тенĕ.

Каланă: çак йăха халсăрлататăп,
Халăхсен хушшинче веç салататăп.
Çак шухăша пурнăçласан тÿрех
Вĕсен пĕтме тивет çут тĕнчере.

Çынсем Ваалфегор кĕлеткине,
Аммонитянсен çывăх туррине
Çав вăхăтра хисеплеме пуçланă,
Чÿк кÿнĕ парнене куллен тутаннă.

Япалисем чун-чĕмсĕр пулнине те
Вĕсем шута илмен. Ĕçĕсемпе
Туррăмăра пит çиллентернипе
Мур хуçаланнă. Пурнайман: ĕретлĕн.

Елеазарăн ывăлĕ Финеес
Килĕштерес темен çак йĕркене, ав.
Суд тунă Вăл Хăех, вара часах
Мур тапăнма пăрахнă васкаса.

Çак ыр ĕçпе тухсассăнах тÿрре,
Ун ячĕ юлнă ĕмĕр-ĕмĕре.
Мĕн-ма тесессĕн, вăл Турра ĕненнĕ,
Израиль çыннисемшĕн çеç кĕрешнĕ.

Мерива шывĕ патĕнче Турра
ÿпкелешме хăтланнă та, вара
Вăл çăласса пĕлсен те кÿрентернĕ,
Ăна манса ĕç вăкăрне ĕненнĕ.

Моисее çынсем хуйха ÿкернĕ,
Вĕсем ун кăмăлне арпаштарса,
Çылăхлă сăмахсем калаттарса,
Тÿр çулпала утассинчен пистернĕ.

Хăй Турă хушнă ырă халала
Пурнăçласа тăман çынсем ялан.
Суя тĕнлисемпе кĕç çывăхланнă,
Вĕсен йăли-йĕркисемпе аташнă.

Тем тĕрлĕ кĕлеткесене кĕлтунă,
Çавна пула уйрăлнă ĕнтĕ Турă.
Кашнийĕш лекнĕ те серепене,
Çĕнтереймен умри усалсене.

Хăйсен хăюллă ывăлĕсене,
Илемлĕ хĕрсене те шеллемесĕр,
Тивĕçтерсе чее тăшмансене
Парнелĕх пултăр, панă именмесĕр.

Ханаанри кĕлеткесем мĕн чухлĕ
Йышăннă айăпсăр этемсене.
Çĕре те ирсĕрлетнĕ кулленех,
Таса юн усăсăр шыв евĕр юхнă.

Асса пурăннипе мĕнпур тавралăх
Хитре сăнне çухатнă-çке вăраххăн.
Пит кансĕр пулнăран тухма тÿрре,
Айăпсăр ĕç йышланнă çулсерен.

Вара суйланă халăхне Хăй Турă
Чăтма çук çилленсе çитнипеле,
Кĕрес темен çав ун хутне Вăл урăх,
Унран ытла йĕрĕннерен куллен.

Суя тĕнлисен аллине парса,
Вĕсен танатинче тытма пикеннĕ.
Нуша курса кăштах вĕренччĕр, тенĕ,
Ан пурăнччăр пĕрмай пуçтахлăха.

Тăшманĕсем, чăнах та, хĕсĕрленĕ,
Сăлтавĕ пур е çук — шав тертлентернĕ.
Çапла йăвашлантарнă кашнине,
Систернĕ Турă Хăй çăлассине.

Хăтарнă вĕсене Вăл темĕн чул,
Пĕлÿ вăйне е хаклă, тĕрлĕ мул
Ыр кăмăлтан пилленĕ, алă панă,
Анчах та халăхĕ Ун кутăнлашнă.

Йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн хур курсан,
Çавна пула шав начара юлсан,
Вĕсем йĕрсе йăлăннине илтсессĕн,
Вăл кашнинех пит хĕрхенсе тĕсенĕ.

Хăй халăхне пĕлтернĕ сăмахне,
Йывăрлăхра ал парăп тенине
Асилнĕ Турă, япăх шухăшне кĕç
Пăрахăçланă. Сĕннĕ ыррине çеç.

Касаматра пулсан та хуçисем
Вăл хушнине шута илме пикеннĕ.
Кусем: тăшмансене шеллетерсе
Эпир çут ирĕке тупатпăр, тенĕ.

Пуçланă кĕлтумашкăн: Аслă Турă,
Таса ятна аслăлама çăлсам.
Тем тĕрлĕ халăх хушшинче пухсам,
Вара Сана мухтатпăр эпĕр пурте.

Суя тĕнлисемпе тек пурнас марччĕ,
Израиль çĕрĕнчен уйрăлнисен,
Çак çут тĕнчен мĕнпур кĕтесĕнчен
Эс палăртнă тĕлте пухăнаясчĕ.

Сана шыракансем пит хĕпĕртеччĕр,
Израилĕн Турри пит вăйлă, теччĕр.
Сăмахĕ пултăрччĕ çапла кашнин:
Мухтавĕ ĕмĕр-ĕмĕре! Аминь!
Аллилуия!

106-мĕш псалом

Аллилуия

Туррăмăра аслăлăр кулленех,
Асăнăр яланах таса ятне.
Ырăлăхĕ пирки çĕн юрă юрлăр,
Ĕмĕрĕпех Пĕр Унпала çеç юлăр.

Курайман çынсенчен хăтăлайсан,
Ун пилĕпе чуралăхран тухсан,
Вĕсем Ăна пуçланă ĕненмешкĕн,
Таса ятна куллен-кун çĕклемешкĕн.
Çăлăннисем калаччăр кашниех:
Тăшман танатинчен Вăл çеç хăтарчĕ.
Йĕрлекенсем шыва путсан, типшар çеç
Курма пултарнă. Пĕтнĕ çийĕнчех.

Хĕвелтухăçĕнчен те анăçран,
Сив Çурçĕртен е ăшă Кăнтăртан
Пурне те Вăл пĕр вырăна Хăй пухнă,
Çапла Касаматран чылайăш тухнă.

Вĕсем пушхирсенче чылай çÿренĕ,
Этем пулман вырăнсенче тÿрех
Хула тупас тесе пит ĕмĕтленнĕ,
Анчах та шухăшĕ тухман тÿрре.

Выçăхнипе кашнийĕшĕ хавшанă,
Антăхнă шыв тупса ĕçес тесе.
Çак сăлтавсем пулнишĕн чунĕсем
Çуллен-çулах ытла та вăйсăрланнă.

Хуйхăрнă чух Турра çеç тархасланă,
Вăл вĕсене хĕн-хурĕнчен хăтарнă.
Ару пуçлăхĕсен вара кашнин
Пурнăçланма пултарнă мĕн ыйтни.

Хăех: çынсем хула патне çитейччĕр,
Тесе Вăл ертсе пынă тÿр(ĕ) çулпа.
Ыр ĕмĕт-шухăшпа çеç шав хĕмленнĕ,
Тек ан тĕлпулччăр, тенĕ, хĕн-хурпа.

Эппин, Туррăмăра ырăлăхсемшĕн
Тем тĕрлĕ, чаплă, хаклă ĕçĕсемшĕн
Мухтаччăр шав этем ывăлĕсем.
Аслăлăхне çÿле çеç çĕклесе.

Арăслансем çуралсанах ялан
Аптраççĕ выçăпа, асапланаççĕ.
Ăна шыракансем пач урăхла:
Нихçан Ун ырăлăхĕсĕр юлмаççĕ.

Вăл шывшăн антăхса тăран чуна
Тăрантарса тăрать-çке яланах.
Выçса çитсен те тĕрлĕ тĕслĕ çимĕç
Пур кăмăлтан сĕнсе тăрать Хăй: çи, тет,

Енчен те айăпа кĕрсен çынсем,
Хăш-пĕрисем касаматра пулсассăн,
Теприсене сăнчăрласа хурсассăн,
Кашнийĕшĕ асап кăна туссен,

Ун чух кирлех те мар пуль шырамашкăн
Чăн айăп сăлтавне. Мĕн-ма тесен,
Йĕркесĕр ĕçшĕн явапли — хăйсем,
Вĕсем йышланнă, чăн та, акăш-макăш.

Вĕсем йышланнă, чăн та, акăш-макăш,
Ун ирĕкне куллен пăхăнманран.
Чи Аслă Турă сăмахне вара
Пурнăçласах тесе пит тăрăшман та.

Шăп çавăншăн кашнийĕшне Хăех
Вăл йывăр ĕçпеле йăвашлантарнă.
Енчен те такăнса ÿксессĕнех,
Пач пулăшмасăр, тăр-пĕччен хăварнă.

Куляннă чух, Турра тархасласан,
Вăл вĕсене Касаматран çăлса,
Вилĕм мĕлки ÿкнĕ çĕртен кăларнă,
Кашнин тăлланнă çыххине йăлт татнă.

Туррăмăра савса, ырăлăхсемшĕн,
Тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш ĕçĕсемшĕн,
Аслăлăхне çÿле çĕкленĕçем,
Мухтаччăр шав этем ывăлĕсем.
Вăл пăхăртан тунă юпасене
Ватса пăрахнă çийĕнчех васкавлăн.
Тимĕр юпасене йăлтах хуçмашкăн
Пултарнă Хăй, кăтартнă вăй-халне.

Ăссăррисен йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн
Асапланма тÿр килнĕ-çке татах.
Пит кукăр-макăр, кăткăс çулĕсемшĕн,
Чăнах та, явапне шав тытмаллах.

Этем патне Вăл чир-чĕрне ярсассăн,
Ăна тÿшек çине час вырттарать.
Шăмми-шакки вара хытах сурсассăн,
Çын майĕпен ăса кĕме пуçлать.

Çиес килсессĕн те апат анмасть ун,
Ăш çуннипе пĕрмай шыв çеç ĕçет.
Тахçан юратнă тутлă çимĕçе
Елĕкхи евĕр чунĕ йышăнмасть тек.

Куляннă чух Турра тархасласан,
Вăл вĕсене хĕн-хурĕнчен хăтарнă.
Пурин патне ăш сăмахне ярса,
Сыватнă та вилессинчен упранă.

Туррăмăра ялан ырăлăхсемшĕн,
Тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш ĕçĕсемшĕн,
Аслăлăхне çÿле шав çĕклесе,
Мухтас пулать этем ывăлĕсен.

Ăспа е ĕçлесе пурнас килсен,
Туррăмăрăн чапне сарас тесен,
Ăна куллен мухтав парни кÿмешкĕн,
Асăннине памашкăн ан именччĕр.

Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсре васкавлăн
Вырнаçтарсан Хăех çĕн утравсем
Вăл хушнипе вара çиллессĕн, шавлăн
Çырансене ишеççĕ çĕн хумсем.

Унта пулса куракансен калавĕ,
Кашнин хайлавĕ кăсăк-çке ытла та.
Тĕсенине йăлтах уçса парсан,
Тăнланăçемĕн савăнăн чунтан.

Çав утравсем çинче ниçта пулман
Шалт тĕлĕнтерекен чĕрчун нумай.
Пур пысăкки те, пур чи пĕчĕкки те,
Йăвашраххи те, питĕ тискерри те.

Хушать те Вăл — çил-тăвăлĕ тухать,
Хумĕсене çĕклентерсессĕн тинĕс.
Кимме пĕрмай пыра-пыра çапать,
Вăл лăпкă чухнехи пек ишмĕ тикĕс.

Хумсем çавăрăнаççĕ айăн-çийĕн,
Вĕсем пĕлĕт патне те хăвăрт çитĕç.
Вара хĕнпе хавшаççĕ-çке чунсем,
Часрах çак типшартан тухас тесе.

Авăр тĕлне çакланнăн аптăраççĕ,
ÿсĕрĕлнĕ çын пек тайкаланаççĕ.
Пĕр вырăнта пулнишĕнех кĕçех
Асне те çухатаççĕ-çке веçех.

Куляннă чух Турра тархасласан,
Вăл вĕсене хĕн-хурĕнчен хăтарнă.
Çил-тăвăла Хăех лăплантарса,
Мăнаçлă тинĕсе те шăпантарнă.

Хумсем мала чупма чарăнсанах,
Çынсем Ăна тав тунă, хĕпĕртенĕ.
Çапла суйланă халăхне часах
Вăл палăртнă тĕле илсе çитернĕ.

Туррăмăра тулли ырăлăхсемшĕн,
Нихçан та манăçа тухман ĕçсемшĕн
Аслăлăхне çÿле çĕкленĕçем,
Мухтаччăр шав этем ывăлĕсем!

Ăна çеç халăхсен пухăвĕнче
Çынсем ырăласа кăна калаçчăр.
Е пысăк пуçлăхсен ушкăнĕнче
Ун мухтавне куллен-кун аслăлаччăр.

Вăл вăрçă кĕрлесе иртсессĕнех
Çырмасене те тулăх çĕрсене
Юхăнтарса ярать, унчченхи евĕр
Унта аслăланмасть кунçул тĕллевлĕн.

Çăлкуçĕсем типсе лараççĕ хăвăрт,
Тырпуллă уй-хире никам пăхмасть.
Пурнас текен этем ырра шанмасть,
Ăçта ан пăх, унта чуна пит тăвăр.

Пач улшăнать-çке пурăнăç кунтах,
Вăл ырă кăмăлне палăртсанах,
Пушхирсенче çут кÿлĕсем пулаççĕ,
Çăлсем куçĕсене тÿрех уçаççĕ.

Выçса çитнисене çак тăрăхра
Вырнаçтарса тухать те Хăй, вара
Вĕсем хавхаланса кăна ĕçлеççĕ,
Хула çурчĕсене куллен çĕклеççĕ.

Суха тăваççĕ, тыррине акаççĕ,
Иçĕм çырлин йывăççине лартаççĕ.
Телейлĕ пурнăç Вăл пилленĕрен,
Кунçул лайăхланать çынсен куллен.

Усет çуллен-çул выльăх-чĕрлĕх йышĕ,
Ачи-пăчийĕ хутшăнсах тăрать.
Ĕлĕкхи пек йĕмеççĕ: пурнăç йывăр,
Мĕн-ма тесен, чуралăх аякра.

Çав тертлĕ, хĕсĕк пурнăçа кура,
Ăру хисепĕ, чăн та, сахаланнă.
Хуйха пула ÿкейнĕ ураран,
Вăхăтсăрах çĕр питĕнчен çухалнă.

Йĕретчĕç çав: чунсем пит тертленеççĕ,
Вĕсем вăйсăрланса çĕре ÿкетчĕç.
Ÿтĕмĕре тăпра çине персен,
Пире пулăшакан та çук иккен.

Пач улшăнать-çке пурăнăç кунтах,
Пуçлăхсене Вăл мăшкăл кăтартать.
Вĕсем пушхирсенче çĕтсе çÿреççĕ,
Чапне-сумне çапла йăлт пĕтереççĕ.

Пит çивĕч калаçма хăякана та
Лăплантарса ун чĕлхине чарать.
Çынсем хисеплекен ват ăсчаха та
Хисеплемеcĕрех тăнран ярать.

Чаплисене те Хăй çеç хĕрхенмесĕр
Лайăхмарлантарса вăтантарать.
Вăй-хал пуррисене халсăрлатать,
Вара вĕсем хăймаççĕ кĕрешмешкĕн.

Вăл аяла юлнисене васкавлăн
Вăй-хал парса çÿле кармаштарать.
Кам хур курать, ăна та ирĕн-каçăн
Чăрмавлăха çĕнмешкĕн ыр сунать.

Енчен те çыннăн ĕмĕт татăлсан,
Ăна та пурпĕр пулăшать ялан.
Суя этемĕн çăварне хупма та
Пултарĕ Турă Хăй кирек хăçан та.
Вăл мĕскĕне усал сăмахсенчен,
Хĕçпе чикессинчен сыхлать алхапăл.
Хăй чурине хуçи хĕсĕрлесрен
Пĕр Турă çеç хÿтĕлемешкĕн хатĕр.

Çылăхлисен сăх ĕмĕтне Хăй Турă
Путлантарсассăнах, таса çынсем
Ытла та савăннă, вара вĕсем
Каланă: мĕн шыранине тин тупрĕç.

Ырра палăртманнишĕн ырăпа
Тăшман хăйне хăех пĕтерĕ, тенĕ.
Сыввисене те Вăл кайран пĕтернĕ
Хĕрÿ те хĕрхенÿсĕр çулăмпа.

Кам ăслă, çав çакна асăрхĕ хăвăрт,
Ăнланĕ Туррăмăрăн ырлăхне.
Кунçулĕ пулас çук ун ĕнтĕ тăвăр,
Пурнăçласа тăрсан Вăл хушнине.

107-мĕш псалом

Юрă. Давид псаломĕ.

Эй, Турăçăм, Сана ман чун ĕненчĕ,
Çавна пула чĕрем тĕреклĕленчĕ.
Эс юнашар тăран, хăпартланса
Мухтатăп эп, юрлатăп савăнса.

Калатăп чунăма: вăран, çĕклен,
Сас парăр-ха, псалтирĕмпе кĕсле!
Ирех тăратăп, урама тухатăп,
Çынсем патне хавхаланса утатăп.

Эй, Турă, ют ăрусен хушшинче
Ятна-сумна куллен аслăлататăп.
Ĕçĕ-хĕлÿпеле мухтанăçем
Хăпартланса Пĕр Сан çинчен юрлатăп.

Эй, Турăçăм, çут чăнлăхун саккунĕ,
Ырăлăху та пĕлĕт таранах.
Хăвна саван тÿр кăмăллă çынна
Лайăххине кăна пĕрмай ыр сунăн,

Эй, Турă, пĕлĕтрен çÿле çĕклен,
Сăна кашнийĕн ĕç-хĕлне куллен!
Тулса пыринччĕ пирĕн чаплă ĕмĕт,
Сан мухтаву çуталтăр ĕмĕр-ĕмĕр!

Хăй Турă Çуртĕнче çапла каларĕ:
Хавасланса Сихеме тăрăхне,
Хăпартланса Сокхофăн улăхне
Сире виçсе те уйăрса кĕç парăп.

Галаад — Манăн, Манассия — Манăн,
Ефремăм пуç тĕрекĕ тĕнчере.
Иуда пиркиех сăмах тухсассăн,
Патшалăхăн туйи, теп, вăл хитре.

Моавăм — Эпĕ çăвăнакан савăт,
Едом енне Хам аттăма тăсатăп.
Эй, Филистимăн çĕрĕ, эс часах
Мана кĕтсе илетĕн кăшкăрса.

Едомăн çĕрĕ тулăх, пит пуян,
Хăй патнелле вăл илĕртет ялан.
Халь ун тĕреклĕ хулине кĕмешкĕн
Май пулĕ-ши? Çакна эп халь пĕлесшĕн.

Эй, Турăçăм, пире Эсĕ пăрахнă,
Çара пулăшасси пирки йăлт маннă.
Çапах та ирĕк пар çапла ыйтма:
Эс хатĕр-и халăхна ал пама?

Çак йывăр вăхăтра хута кĕрсемччĕ,
Чăнах та самани кăра, начар.
Ахаль çын пулăшни вăл ним те мар,
Эс хÿтĕлессине кĕтсе илесчĕ.

Юнашарах пулсассăнах Санпа
Тăшмансене йăлт çĕмĕрсе тухатпăр.
Хавхаланса тăрса хăватупа,
Тем тĕрлĕ чăрмава сирсе яратпăр.

108-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ.

Эй, хам ялан мухтакан Аслă Туррăм,
Ним пулман пек чĕнмесĕр ан тăрсам.
Инкек-синкек тĕл пулас марччĕ урăх,
Пурнасчĕ лăпкăн, тăнăçлăх тупса.

Айăпăм çук çĕртех ултавçăсем:
Пĕр ман çинчен суя сăмах сараççĕ.
Эп тÿрĕ чунлине пĕлсех, вĕсем
Кÿрентерсе ыр ятăма варлаççĕ.

Ÿт-пĕвĕме, чăнах та, пур енчен те
Тăшманăмсем йăлт хупăрларĕç ĕнтĕ.
Сăлтавĕ çук-çке хирĕçме куллен,
Çавах та чăркăшаççĕ ирсерен.

Эп лăпкă çын, сăмах тапратсанах
Пит кураймаççĕ-çке вĕсем мана.
Кашнийĕшне шеллетĕп, юрататăп,
Шăп çавăнпа Туррăма кĕлтăватăп.

Вĕсем, ав, пурĕпĕр мăнаçланаççĕ,
Ултавлăха куллен тĕпе хурса.
Нимскер пĕлмен хыпар пирки вăлтса,
Йĕрĕнтерсе, тарăхтарса ыйтаççĕ.

Ырришĕн усалпа çеç тавăраççĕ,
Эп юратнишĕн хытă кураймаççĕ.
Айăпăм çук, çавах тăшманăмсен
Хисепĕ-йышĕ, ав, ÿсет куллен.

Çак тĕрĕсмарлăха таса çынсем
Пăхса тăраççĕ те шалт тĕлĕнеççĕ.
Улталама хăякана вĕсем
Нихçанхинчен те хытă çилленеççĕ.

Эс çав усал этем валли Хăвах
Хаяр хуçа тупса парсам часрах.
Шуйттанĕ сылтăм енче тăтăр уншăн,
Ăна пĕрмай хаярлăхне çеç сунтăр.

Хăйне суд тунă чух, тархасласан та,
Айăпĕсем юлайччăр çав шайрах.
Кĕлтунине ан паттăрччĕ никам та,
Пулăшакан ан пултăр пурнăçра.

Кунçулĕ ун кĕскелтĕр, тăлăх юлтăр,
Яланлăхах çурт-йĕрĕ пушă пултăр.
Вăл вăрланишĕн хăйĕн ыр ятне,
Ун тивĕçĕ куçайтăр теприне.

Ачи-пăчийĕсем пĕрмай тертленччĕр
Манса кайса тăван кил ăшшине.
Килтен киле ыйткаласа çÿреччĕр
Лăплантарас тесе выç хырăмне.

Ун арăмĕ кулянтар хурланса.
Тăлăхскерсем, мулне йăлт салатсан,
Кĕлмĕçленсе ялтан яла хутлаччăр,
Пулăшасса шанса хыт тархаслаччăр.

Е ишĕлнĕ илемсĕр çуртĕнче
Иртен-çÿренсене тĕл пулнăçем
Кашнийĕнчен çиме ыйтса çеç ларччăр,
Имшерленсе вăй-хавалне çухатчăр.

Кивçен паракансем вĕсен мулне
Мĕн пуррине йăлтах туртса илейччĕр.
Хăйсем пуçтарнă тĕрлĕ пурлăхне
Ют этемсем: вăрлаччăр, ан шеллеччĕр.

Ыйткалакан хутне никам ан кĕтĕр,
Типшар танатине лексен, вăл пĕттĕр.
Ачи-пăчи сĕм тăлăха юлсан,
Шав пурăнччăр пĕрмай асапланса.

Çав этемсем йăхне мала тăсмасăр,
Çухалччăр çĕр çинчен ят хăвармасăр.
Пĕр сыпăкрах кунçулĕ вĕçленсен,
Пулмасть вĕсене аса илекен.

Кам çылăха кĕрет шав, çутăран
Ăна сĕм-тĕттĕм вырăна яраççĕ.
Вăл пурнăçра ыр ĕç туман пулсан,
Ун сăнарне вуçех манса каяççĕ.

Çын хушшинче йăх тăсаканĕ çук,
Кил-çуртĕнче юлмасть-çке, ав, пĕр чун та.
Сăлтавĕ: паллă: айăп тунă чух,
Хута кĕмест çав Аслă Турă уншăн.

Сăлтавĕ паллă: ашшĕн çылăхне
Куллен Ун умĕнче шав асăнаççĕ.
Е амăшĕн йĕркесĕр ĕç-хĕлне
Çынсем пит хăвăрттăн манса каймаççĕ.

Хăй Турă вĕсене курса тăруçăн,
Пĕтерĕ çуллен-çул васкавлăн, уççăн.
Çапла хаярланакансен йышне

Вăл ăсатать шав манăç çырмине.
Çынсен ылханĕ хăвăрт çитнĕрен
Киленеймен усал çут тĕнчере.
Иçĕм пахчийĕсем чечекрине те
Сăнаяс çук этем ун чух ĕретлĕн.

Уяр кунсем çитсессĕн, шăрăхра
Юр шывĕсем типеççĕ çырмара.
Шăп çавăн евĕр, çылăхлă çынна та
Çăтса ярать çĕр. Ун шăпи çапла-тăр.

Çав этеме, айăпĕ йышлăран,
Манса каять-çке амăшĕ кайран.
Эппин, ăна хуртсем çисе киленччĕр,
Мĕн-ма тесен, вăл пурăннă йĕркесĕр.

Мĕн-ма тесен, вăл ыр тăвас темерĕ,
Кĕлмĕçсене куллен-кун хĕсĕрлерĕ.
Пит кулянса пурăнакан çынна
Вĕлерттересшĕн çунчĕ яланах.

Юратрĕ ылханма, анчах хăйнех,
Ун ÿт-пĕвне вăл çулăхать кĕçех.
Çынсем валли пулмарĕ ăшă пиллĕх,
Эппин, усал ăна çапать ак вирлĕн.

Хĕвеллĕ куншăн кам пĕрмай çунать,
Çав килĕшÿлĕх, ырăлăх час тупĕ.
Усал этем усаллăх тĕл пулать,
Ăна вăй-хал нихçан та памĕ Турă.

Ылхан тумне вăл тăхăнса çÿретĕр,
Ăшчиккине йăлт тултăрччĕ шыв евĕр,
Шăмшаккине чăрмавсăр, витĕрех
Сăрхăнтăрччĕ йывăçăн çăвĕ пек.

Тумтирĕ вырăнне вăл уншăн пултăр
Е пиçиххи пек çумĕнчех шав юлтăр.
Ман чун пирки усал калакана
Хăй Турă тавăрать-ха яланах.

Эй, Турăçăм, эй, Турă, Эсĕ маншăн
Ятна хăвна кура тусам, тархасшăн.
Пит хĕрхенсессĕн ырă-çке чуна,
Эппин, çăлсамччĕ терт-хĕнрен ăна.

Эп юрлă, мĕскĕн çын, чĕрем аманнă.
Вăл йăвашланчĕ ĕнтĕ халь веçех.
Вăй-хал чакса пынишĕн кулленех
Пурнатăп çăкăра та тутанмасăр.

Мана, шăрчăка хăваланă пек,
Халь хÿтереççĕ-çке çине-çинех.
Типĕ тытнипеле вăй-хал юлмарĕ,
Шăмшакăм халсăрланчĕ, ÿтĕм чакрĕ.

Кунçулăм тулчĕ макăрашупа,
Пурнас кунсем чакаççĕ хурлăхпа.
Çынсемшĕн катемпи пек тăрса юлтăм,
Вĕсемшĕн кулмалли сăлтав çеç пултăм..

Манран, ав, халăх та халь йĕрĕнет,
Куракансем кашнийĕ мăшкăллаççĕ.
Иртен-çÿрен тĕл пулсанах питлет,
Пуçĕсене сула-сула хурлаççĕ.

Эй, Турăçăм, эй, Тура, пулăшсамччĕ,
Ырăлăхупала мана çăлсамччĕ.
Эс хăтарсан, вĕсем ĕçне-хĕлне
Вĕренĕç хакламашкăн кулленех.

Çынсем тĕрĕслĕхĕн судне курсассăн:
Ку Турă ĕçĕ пулчĕ çав, тесе,
Çакна Эс тунине хисеплесе
Ыр сăмахне çут тĕнчере шав сарĕç.
Вĕсем пит ылханаççĕ: Эс итле.
Вĕсем, ав, хирĕçеççĕ: Эс пилле.
Кайран кашнийĕшĕ хыт намăсланччăр,
Чуру çеç савăнмашкăн пултарайтăр.

Манпа хирĕçекенсене вара
Мăшкăлласа мĕнпур енчен пĕтер Ху.
Намăс тумтирĕ хупăрланăран,
Вĕсем пирки усал ят çÿреттер шав.

Эп Туррăн ырă ĕçĕсем çинчен
Тăвансене йăлт каласа пĕлтерĕп.
Ăна çеç мухтăп халăх хушшинче,
Вăл чаплине пурне те хам систерĕп.

Чи Аслă Турă юрлă çын чунне
Айăплакансенчен çăлас тесессĕн,
Тăрать те хăвăрттăн сылтăм енне,
Вара çын хăтăлать сиенленмесĕр.

109-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Пĕртен-Пĕр Туррăм Хăй çапла каланă:
Эп Сан тăшманусен йышне Хамах
Уру айне тăвиччен пул çумрах,
Ман çывăхрах, сылтăм енче çеç лар-ха.

Эй, Туррăмăр, эй, Турă, Сан яту
Ытла та чаплă-çке, ытла мăнаçлă.
Аслăлăху хăех пĕр пысăк ту,
Çĕртен те, пĕлĕтрен те Эс мухтавлă!

Вăл Сионран Сан хăватун вăйне
Çÿле çĕкленĕ туйипеле ярĕ.
Тăшманусен хушшине лексенех,
Унта та Эсĕ пуçлăх пулса ларăн.

Çут тĕнчере сÿнми хăватлăху
Пит уççăн палăрнă кун, халăху
Илемлĕн тумланса, сăваплăн, халлăн
Сана кĕтсе илмешкĕн тăрĕ хатĕр.

Çак çĕнтерÿ саманчĕ килетех!
Мĕн-ма тесессĕн, Эс сывлăм пекех.
Шурăмпуç пуличчен ăшра çуралнă,
Çак пулăм-чăнлăха Вăл Хăй çывхартнă.

Çакна пурнăçлама Вăл Хăй пултарнă,
Тупа тунине Турă улăштармĕ.
Мелхиседек пек Эсĕ ĕмĕрех
Священник тивĕçне кăлар тÿрре.

Сан çумăнтах сылтăм енче тăрать Вăл,
Çилли тулса çитсессĕн васкаса,
Мĕнпур патшасене йăлт аркатать Хăй,
Çак кун çут тĕнчере пулать часах.

Ун чух Вăл çынсене пит хăратса,
Вăй-хăватне яр-уççăн кăтартса,
Хăрушшăн сассине тÿрех пĕлтерĕ,
Пухăннăскерсене сехĕрлентерĕ.

Халăхсене суд тăвĕ те Хăех,
Тавралăха вилесемпе тултарĕ.
Тăшманĕсен пуçĕсене хаяррăн
Пĕтерĕ, çĕрпе хуплĕ çийĕнчех.

Тĕллев патне часрах çитес тесе,
Çулпа пынă чух çăлкуçран Вăл ĕçĕ.
Шăп çавăнпа пуçне шав çĕклесе,
Ĕненĕ, калĕ: сая каймĕ ĕçĕм…

Пĕрмай Хăйне Хăй кĕçĕне хурса,
Хĕрес çинче виличченех Ăна çеç
Вăл пурăннă-çке питĕ пăхăнса,
Вара нихçан асран яман çакна Хăй.

Ăна мĕнпур ятран чи чаплине:
Çÿлтисене те çĕр çинчисене,
Çĕр айĕнчисене, пурне те эсĕр
Каланă: Çăлаканăра хисеплĕр…

110-мĕш псалом

Аллилуия

Эй, Турă, тÿрĕ çынсемпе пĕрле
Е халăхăн пухăвĕнче куллен
Пĕр Сан пирки сăмах эп тапрататăп,
Канашласа ятна аслăлататăп.

Хăшпĕр çынсен ыр йăлине пăхса,
Ялан тăрар, эппин, пуçтарăнса.
Шав вĕренер суд кунĕ килнĕçемĕн
Пĕрне-пĕри хытах ÿкĕтлемешкĕн.

Ытла та пысăк Туррăн ĕçĕсем
Хăйне чунтан юратакан çынсемшĕн.
Пуриншĕн хаклă та паха вĕсем,
Çунса тăраççĕ маяк пек илемлĕн.

Чи Аслă Турă ĕмĕр-ĕмĕр хатĕр
Тавлашура Тÿре пулса тăма.
Вăл Хăйĕн вырăнне тĕпе хурать те
Пĕлет пурне те тĕрĕс хак пама.

Ун ĕçĕ — мухтавпа илем. Вăйне
Çитерĕ çут тĕнчен вĕçне-хĕрне.
Сылтăм алли тĕрĕслĕхпе çеç тулнă,
Ăна Вăл ĕмĕр асăнмалăх тунă.

Шăп çавăнпа таса çынсем çинче
Йăлтăртатса тăрать илемлĕ çутă.
Вĕсен чĕри ырлăхпа тулнăçем,
Кашнийĕнех пулать тĕллевлĕ çулĕ.

Вăл уçă кăмăллă. Пĕр Хăйĕнчен
Хăракансемшĕн Унăн хатĕр çимĕç.
Каланă сăмахне асилнĕçем,
Тÿр чунлă çынсене нихçан та тивмĕ.

Пулсассăн выçлăх çулĕсем сасартăк,
Сив вилĕмрен те Вăл кăна хăтарĕ.
Сăваплă этеме, хĕн-хур килсен,
Çăлма пултарĕ Хăй, мехел çитсен.

Суя тĕнлисен тĕрлĕ пурлăхне
Пилленĕ чух Вăл Хăйĕн халăхне
Ăна мухтавлă хăватне кăтартнă,
Пулăхлă çĕр парса хавхалантарнă.

Аллин чи паллă ĕçĕсем çаксем:
Чăнлăхпа тÿрĕлĕх, заповедьсем.
Тем тĕрлĕ пулăма хаклать Вăл тĕрĕс,
Вара çынсен тин уçăлать çул-йĕрĕ.

Ун заповечĕсем хитре, тĕллевлĕ,
Юлаççĕ ĕмĕр-ĕмĕрех тĕреклĕ.
Мĕн-ма тесен, çут чăнлăх вĕсенче,
Тасалăх çеç кашни сăмахĕнче.

Вăл Хăйĕн халăхне çăлăнăç янă,
Тахçан каланине тÿрре кăларнă.
Ун ячĕ пит хăрушă та мăнаçлă,
Ĕç-хĕлĕпе Пĕр Турă ăслă, аслă.

Вăл этеме пĕлтернĕ ак çапла:
Аслăлăха алла илес тесессĕн,
Ачу-пăчун пит вĕренес килсессĕн,
Мана кăна ĕненмелле ялан.

Ăс-тăн çул-йĕрĕ пуçланать ялан,
Енчен те Турăран пит хăрасассăн,
Сăвапçă сăмахне итлен пулсан,
Тÿрĕлĕхе тин ăнланма пуçлатăн.

Мĕн-ма тесен, пурнас кунсен хисепĕ
Ÿсме пултарĕ вĕсене пула.
Шăп çавăнпа та систересшĕн эпĕ:
Вĕрентĕве пĕрмай хурсам мала.

111-мĕш псалом

Аллилуия

Пĕртен-Пĕр Турăран шав хăракан,
Заповĕчĕсене юратакан,
Çылăхлисен çулне-йĕрне сивлен çын
Çут тĕнчере кирек хăçан телейлĕ.

Ун йăхĕ çĕр çинче рехетлĕ пулĕ
Çуллен-çул кăлтăксăр çÿренĕрен.
Таса çынсен, çак ăрăвăн кунçулĕ
Туррăмăр пилĕпе вăй илнĕрен

Кил-çуртĕнчен нихçан пуянлăх чакмĕ.
Тÿрĕлĕхĕн ÿссе пынишĕн хакĕ
Вĕсем тĕл пулмĕç пурнăçра сехмет.
Каламĕç: терт-нуша пире хĕсет.

Таса çынсемшĕн йăлтăртатмĕ çутă,
Сĕм-тĕттĕмре кашнийĕ ыррăн утĕç.
Вара этем хĕрхенчĕк кăмăлне
Палăртса тăрĕ ыттисемшĕнех.

Вара вăл кÿршине кивçен парса,
Ырăлăхне сĕнсе е пулăшса
Судран та пăрăнмĕ. Хĕрÿ сăмахĕ
Виçеллĕ пулĕ ун, чăн-чăн ахах пек.

Ĕмĕрĕнче нихçан та вăл аптрамĕ,
Инкек пырса çапсан пуçне çухатмĕ.
Сăваплă, чаплă ĕçĕ ÿснĕçем
Ыр ячĕ юлĕ халăх асĕнче.

Усал сăмах сараканран хăрамĕ,
Чун-чĕмĕпе çÿле çĕкленнĕрен.
Турра çеç шаннăран, ĕненнĕрен,
Тĕреклĕскер, тĕп çул-йĕртен аташмĕ.

Пит çирĕп пулнăран хăй çеç вăл сăнĕ
Усал çынсем: хĕн курнине ялан.
Чăнах та, пурăнăçĕ унăн ăнĕ
Хăйне хÿтĕлекен пулăшнăран.

Кам йăлăнать Ăна — Вăл пăрахмасть,
Инкек-синкек килсессĕн, пăрăнмасть.
Тÿр çыннăн ывăлĕ кĕлмĕçленсе çеç
Çÿремĕ тĕнчере, çакна сиссемĕр:

Куллен-кун Турă ырă ĕç тăвать,
Мĕскĕнсене Хăй пурлăхне парать.
Ĕмĕрĕпех Вăл тĕрĕслĕхшĕн çунĕ,
Мухтавĕ, вăйĕ аслăланĕ Унăн.

Усал этем таса çынна куллен-кун
Ура хурас тесе пит тăрăшать.
Шăлне качăртаттарнă май çиллессĕн,
Ăна тĕп тăвасси пирки шутлать.

Анчах та кăлăх пулĕ çав сив ĕмĕт:
Икпитлĕ çын пăчланĕ çиллипех,
Пĕтсе ларма ун тивĕ çийĕнчех.
Таса этем вара ыр курĕ ĕмĕр.

112-мĕш псалом

Аллилуия

Эй, Турă чурисем, пуçтарăнса
Эсир Туррăмăра хĕрÿллĕн мухтăр.
Вăл сирĕн умăрта ялан таса,
Ун ячĕ ĕмĕрех пит чаплă пултăр.

Хĕвелтухăçĕнченех пуçласа
Хевеланăçне çитиччен савса
Ăна çынсем ăшпиллĕн аслăлаччăр,
Ун ыр ятне куллен-кунах вулаччăр.

Эй, Турăçăм, мĕнпур тавралăхра
Тем тĕрле халăхран та Хăв çеç аслă.
Сан мухтаву кирек хăçан мăнаçлă,
Пĕлĕтсенчен Эс çÿллĕрех тăран.

Хăпартланса ыйтатпăр çапларах халь:
Туррăмăр-Турăран вăйли пурах-ши?
Вăл питĕ инçетре, çÿлте пурнать,
Пĕлĕт çинчен çĕре куллен сăнать.

Вăл лайăх çыншăн ĕмĕр-ĕмĕр лайăх,
Тÿрккессисемшĕн яланах усал.
Кам хĕн курать, çавна пĕрмай çăлать те,
Чакать вара мăнкăмăллин вăй-хал.

Хăй Турă çеç пит юрлă пурнаканшăн
Мĕн кирлине пурне те йăлт тăвать.
Ăна çĕртен çÿле тăратнă майăн,
Çыпçăннă тислĕкрен шав тасатать.

Вăл мĕскĕне пуçлăхсемпе лартать,
Мехел çитсессĕн, чап-сумне парать.
Пурăннăçемĕн халăхăн йышне те
Ÿстернĕçемĕн ÿстерет ĕретлĕн.

Ютран килнисене кĕтес парать,
Тĕрме çыннисене хĕнрен çăлать.
Ача тума пĕлмен хĕрарăма та
Пепке пиллет, кил-çуртĕнче упрать Хăй,
Аллилуия.

113-мĕш псалом

Аллилуия

Израиль халăхĕ Египетран
Çĕн вырăна кайма çула тухсан,
Иаковăн йăхне пĕтме памастпăр,
Ют халăх хушшинче тымар яратпăр,

Тесе çынсем ыр ĕмĕт тытнине,
Иуда Унăн çĕрĕ иккенне те,
Таса тавралăха, Хăй халăхне
Куллен Вăл хÿтĕленине пĕлетпĕр.

Çак халăха курсассăн шавлă тинĕс
Тарма пикеннĕ хăй вырăнĕнчен.
Хускалнă Иордан, тăман вăл тикĕс,
Умри çынсен çулне пÿлес темен..

Çĕр чĕтренсен, тусем, тăнăçем евĕр,
Ун çумĕнчи сăртсем, путексем пек,
Сиккелеме пуçланă ак кĕçех.
Тÿремлĕх курăнман ăшпиллĕн, евĕк.

Эй, çÿллĕрен те çÿллĕ мăн тусем,
Мĕскершĕн Ун çине вĕчĕрхенсе,
Пит кĕвĕçсе те тарăхса пăхатăр?
Çав ту çинче Хăй Турă пурăнать-çке.

Мĕн пулчĕ-ши сана, хăюллă тинĕс,
Тарса çухалтăн халь çак вырăнтан?
Сана та, Иордан, ăнланмăп тин эп:
Мĕскершĕн чакрăн халăха курсан?

Сиртен те, питĕ çÿллĕ мăн тусем,
Сиртен те, айлăмра ларан сăртсем,
Ыйтасшăн: мĕншĕн-ши такасем евĕр,
Путексем пек, тăпăртатса сикетĕр?

Эппин, эс, çĕрĕм, Турă умĕнче,
Иаковăн Турри çывăхĕнче
Ху питĕ вăйсăр пулнине туйса тăр,
Вăл çеç çут тĕнчере шав хуçалантăр.

Мĕн-ма тесессĕн, Турă çеç васкавлăн
Чул ăшĕнчи çăлсен куçне уçать.
Тÿремлĕхре çут кÿлĕсем тăвать,
Тусен çирĕплĕхне сыхлать мăнаçлăн.

Эй, Турăçăм, ырăлăхна кура
Çут чăнлăхупа пире мар, Хăвна çеç,
Пĕр Хăвăн ыр ятна та мухтавна шав
Çÿлтен çÿле çĕклеччĕ таврара.

Калатăр халăху: Эй, Çăлакан!
Пĕр вырăнта пуçтар пире, кайран
Эпир хĕн-хур серепинчен тухатпăр,
Сана кăна çут тĕнчере ырлатпăр.

Суя тĕнпе Пурнакансем ыйтаççĕ:
«Ăçта вĕсен Турри? »— тесе хальхаççăн.
Çапла вăлтни кирлех-ши? Ма тесен
Эпир курмастпăр-çке хисеп куллен.

Хуравĕ пирĕн пулĕ çапларах:
Пĕртен-Пĕр пирĕн Турă çĕр çинче те
Е çÿллĕ пĕлĕтрен те аякра
Вырнаçнăскер тăвать Хăех пурне те.

Суя тĕне хисеплекен çынсен
туррийĕсем – ахаль кĕлеткесем
Кашнийĕшне этем хăй ăсталанă,
Тем тĕрлĕ ылтăн-кĕмĕлтен шăратнă.

Вĕсен чĕлхи-çăварĕ пур, анчах
Калаçаяс тесен те, пуплеймеççĕ.
Хăйсен илемлĕ куçĕсем, çавах
Умра мĕн тăнине пач тĕсеймеççĕ.

Кашнин вырăнĕнчех хăлхийĕсем,
Çапах та пурĕпĕр нимскер илтмеççĕ.
Сăмси те пур-ха, çав-çавах вĕсем
Тем тĕрлĕ шăршăпа киленеймеççĕ.

Çумри аллисемпе хыпашлаймаççĕ,
Урисемпе мала утса каймаççĕ.
Çăварĕнчен сăмах тухайманран,
Вĕсем тăраççĕ пĕр тĕлтех ялан.

Эппин, кĕлеткесен хуçийĕсем —
Пĕр вĕсене хисеплекен çынсем —
Хăйсем те çавсем евĕр ĕмĕр пулччăр,
Хăйсем те катемпи пек юлччăр пурте.

Израиль килĕ, Эс Турра çеç шанччĕ:
Вăл — пирĕн хÿтĕлĕх, пулăшакан.
Эй, Ааронăн çурчĕ, йăлт ăнланччĕ,
Вăл — пирĕн хÿтĕлĕх, пулăшакан.

Эй, Турăран хăракансем, эсир те
Ăна кăна шансамăр каçăн-ирĕн.
Асра тытас пулать çакна ялан:
Вăл — пирĕн хÿтĕлĕх, пулăшакан.

Пире Хăй Турă асĕнчех тытать,
Кирек хăçан ăшпиллĕн ал парать.
Израильпе Ааронăн килне те
Сĕнсе тăрать ырăлăхне, пилне шав.

Сĕнсех тăрать ырăлăхне, пилне Вăл:
Пĕр Хăйĕнчен хăракан çынсене,
Кĕçĕннине те, аслăраххине те,
Пурне те асăрхать-çке кулленех.

Пурне те асăрхать те яланах,
Вара Ун ырăлăхĕ хутшăнать.
Пĕрмай вăл пулĕ хăвăрăн валли, тет,
Ачăрсем мĕн кĕтни те пурте çитĕç.

Тем тĕрлĕ пурлăхпа киленнĕçем,
Çут тĕнчере аван пурăннăçем,
Çакна Хăй Турă çеç пилленине те
Эсир туйса тăрсамăрччĕ ĕретлĕн.

Туйса тăрсамăрччĕ халь: пĕлĕте те
Пĕр Хăй пĕччен тума пултарнине.
Çĕре, этемĕн ывăлĕсене те
Усă курмашкăн Вăл çеç панине.

Туррăмăра вилсе выртакансем
Ыр сăмахпа нихçан та асăнаймĕç.
Çĕр ăшĕнче çухалнăçем, вĕсем
Сив тупăка выртсан ăна мухтаймĕç.

Эпир çеç, тĕнчере Пурнакансем,
Туррăмăра чун-чĕререн ырлатпăр.
Ун пилĕпе куллен юп курнăçем,
Ĕмĕрĕпех Ăна савса юрлатпăр.
Аллилуия.

114-мĕш псалом

Аллилуия

Эп хĕпĕртетĕп пĕтĕм кăмăлтан
Ман сассăма Хăй Турă тăнланишĕн,
Йăлăннине пÿлмесĕр итленишĕн
Пит савăнатăп уççăн паянтан.

Вăл тайрĕ хăлхине ман еннелле,
Каланă сăмахна йăлт илтрĕм, терĕ.
Ĕмĕрĕм тăршшĕнче Ăна куллен
Йăлăнасси пирки иккĕленмерĕм.

Пуплерĕм эп: инкек капланнăçем:,
Кĕлтунине пит тимлĕн итлесем.
Мăн чул пекех тĕрек пул эсĕ маншăн,
Е Çуртунта май килтĕр пытанмашкăн.

Ÿте халь ерчĕç вилĕм чирĕсем,
Иленчĕç тамăкăн асапĕсем.
Тем тĕрлĕ тĕрĕсмарлăха тĕл пултăм,
Тем чухлĕ йывăрлăх, типшар эп куртăм..

Çав хуйхă-суйхăпа паллашнăран,
Асăнтăм Унăн ыр ятне чунтан.
Эй, Турă, терĕм, Эс мана çăлсамччĕ,
Чуна инкек курассинчен хăтарччĕ.

Каларăм эп: çынсемшĕн Эсĕ, Турă,
Пуриншĕн те кирек хăçан та ырă.
Çителĕклĕ ялан чăтăмлăху,
Хĕрхенеслĕхÿпе кăмăллăху.

Ача пеккисене сыхлать-çке Турă.
Каларĕ Вăл: санран халь хăптăр хурлăх.
Халтан кайсассăн пулăшрĕ мана,
Тин çăмăллатрĕ кăмăла, чуна.

Шăп çавăнпа калатăп хама хам:
Сана Вăл Хăйĕн ырăлăхне пачĕ.
Эппин, Тăнăçлăхра эс лăплансам,
Мĕн-ма тесен, инкек хыçа ăсанчĕ.

Калатăп: вилĕмрен чуна хăтартăн.
Вĕри куççуль юхассинчен сыхларăн.
Ан такăн, терĕн, патăн та вăй-хал,
Çавна пула тăн-тăн утатăп халь.

Çавна пула сыв çынсемпе пĕрле
Сут тĕнчере хăюллăн кĕрешетĕп.
Мала кайма илĕртнĕрен тивлет,
Пĕртен-Пĕр Турă умĕнче çÿретĕп.

115-мĕш псалом

Аллилуия

Ĕненнине, чăнах та, пытармарăм.
Шăп çавăнпа эп çапларах калаттăм:
Ывăннипе пуçлатăп кулянма,
Куллен-кунах пĕччен пăшăрханма.

Ăнтан кайсан: çут тĕнчери çынсем
Кашнийĕшĕ ултавçăсем çеç, терĕм.
Амăшĕн варĕнчех, мĕн-ма тесен,
Вĕсем тĕрĕслĕхе çĕтсе пĕтернĕ.

Пĕр Турă умĕнче ман пур чăн айăп,
Унран кăна нимскер те пытармастăп.
Мана Вăл Хăй çеç суд тума хăять,
Мана Вăл Хăй çеç тĕрĕс айăплать.

Хама тем тĕрлĕ ырăлăх панишĕн,
Ăна куллен кунах парнеленишен,
Турра епле майпа ман тав тăвас,
Ун умĕнче мĕнле сăмах калас?

Мана валли апат Хăв хатĕрлерĕн
Хаяр тăшманăн куçĕ умĕнчех.
Пуçа çу сĕртĕн, ырă çул пиллерĕн,
Ĕçес куркам та халь тăп туллиех.
Эй, Турăçăм, ăру пуçлăхĕсем
– Мĕн ыйтнине Эс çеç йăлт пурнăçланă.
Нихçан та намăса юлман вĕсем,
Çав ыр енсем çаплах тăрсан аванччĕ.

Эппин, çăлăнăç куркине тытса,
Ун ыр ятне кăна шав асăнса,
Хам мĕн асăннине Турра паратăп,
Çакна халăхăм умĕнчех тăватăп.

Чи Аслă Турăшăн, мĕн-ма тесен,
Хăйне пăхăнакан таса çынсен
Утса тухас çул-йĕрĕ уçă, паллă.
Вĕсем вилсе выртни те Уншăн хаклă.

Эй, Турăçăм, Эй, Турă, Сан чурун,
Эп Сан чурун ывăлĕ çеç. Ман чун
Пит хĕпĕртет, мĕнпур çыхха Хăв
Салтса янишĕн, пулнăшăн пит харсăр.

Ăспа е ĕçлесе пурнас килсен,
Туррăмăрăн ятне сарас тесен,
Ăна куллен мухтав парни кÿмешкĕн
Асăннине памашкăн эп именмĕп.

Хам парнене халăхăм умĕнче,
Таса Çуртун хитре картишĕнче
Иерусалим хулинче паратăп,
Ăслăлăхупа ыр ятна мухтатăп.
Аллилуия.

116-мĕш псалом

Аллилуия

Пур халăхсемпе тĕрлĕ ăрусем
Туррăмăра куллен-кун ăшшăн мухтăр.
Ăна аслăласа, хисеплесе,
Хăпартланса илемлĕ юрă юрлăр.

Вăл пирĕншĕн, таса чĕреллисемшĕн,
Çут тĕнчере ыр ĕç кăна тăвать.
Ун чăнлăхĕ хăйне савакансемшĕн
Ĕмĕртен-ĕмĕре куçса пырать.
Аллилуия.

117-мĕш псалом

Аллилуия

Туррăмăра аслăлăр кулленех,
Асăнăр яланах таса ятне.
Ырăлăхĕ пирки çĕн юрă юрлăр,
Ĕмĕрĕпех Пĕр Унпала çеç юлăр.

Израиль килĕ çакăн пек калатăр:
Ун чапĕ-сумĕ ĕмĕре, тесе.
Пĕр Унпала кашнийĕшĕ мухтантăр,
Хыçа юлнишĕн тĕрлĕ асапсем.

Аарон çурчĕ те шав сăмахлатăр:
Вăл маншăн ырă-çке, тесе, ялан.
Ăна кăна куллен эп тав тăватăп,
Ирĕкелле тухма пултарнăран.

Турăран хăракан çынсем пуплеччĕр:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.
Эпир кашнийĕшĕ çут тĕнчере
Ăна кăна шанатпăр, ĕненетпĕр.

Тăвăрланса çитсессĕн манăн пурнăç,
Пит тархасларăм та, кĕç илтрĕ Турă,
Каларĕ Вăл: Касаматран эс тух,
Çÿре хăв тĕллĕн ирĕкре, вăй пух.

Пĕр Турă çеç ман майлă, Çăлакан Вăй,
Эппин, камран халь пит хăрамалла?
Çут тĕнчере куллен-кун сыхласан Хăй,
Камран сехĕрленсе пурăнмалла?

Тăшмансене умра куратăп-ха,
Туйса тăратăп: Вăл парать вăй-хал.
Турра сума сăватăп. Шикленместĕп.
Этем мана хур тăваймасть халь, тетĕп.

Эй, халăхăм, Ăна пур вăхăтра та
Шанса та ĕненсе çеç пурăнар.
Чун-чĕрене мĕскер хумхантарать шав,
Çавна Турра каласа кăтартар.

Ăна пĕрмай хисеплекен телейлĕ,
Кирек хăçан ун пурнăçĕ тĕллевлĕ.
Пуçлăхсене, çынна пит шаниччен
Туррăмăра сума сăвар куллен.

Пуплерĕм эпĕ: самана начар,
Çак йывăр вăхăтра хута кĕрсемччĕ.
Ахаль çын пулăшни вăл ним те мар,
Эс хÿтĕлессине кĕтсе илесчĕ.

Мĕнпур енчен сив чунлă халăхсем
Мана хăрушшăн çавăрса илсессĕн,
Туррăмăн ыр ятне аса илсе,
Пурне те эп ÿкертĕм хĕрхенмесĕр.

Тăшманăмсем хĕçпе, вутпа килсессĕн,
Кермен тăвас ĕçре çула пÿлсессĕн,
Эп Туррăн ячĕпе час вĕсене
Ÿкертĕм ураран кашнийĕшне.

Хуртсем караса сырăннă пекех,
Мана хупăрласан çине-çинех,
Ун ячĕпе пурне те путлантартăм,
Вĕсем вĕтлĕхри вут пек сÿнсе ларчĕç.

Ура çине тăрсан, кĕтмен çĕртен,
Ÿкересех тесе, хытах тĕртсен,
Мана Вăл çĕр çине йăвантармарĕ,
Пулăшăвне тÿрех пама васкарĕ.

Чи Аслă Туррăм—ман хăватăм, чапăм,
Терт-инкекре те çăлакан Хăех.
Ун ячĕпе çуралнă юрă чакмĕ,
Кĕсле сассипе янрĕ ĕмĕрех.

Тÿр чунлă этемсен çурчĕсенче
Çут савнăç, çăлăнăç иленнĕçем,
Хăй Турă уççăн сассине парать, ав,
Сылтăм аллипеле хăват тăвать шав.

Туррăн сылтăм алли çÿлте тăрать,
Туррăн сылтăм алли тăвать хăват.
Эп чĕрĕ тăрăп, пурăнăп, вилместĕп,
Ун ĕçĕсем çинчен йăлт пĕлтеретĕп.

Асап та хĕн кăтартрĕ Вăл мана,
Çапах вилме памарĕ ыр чуна.
Тÿрĕлĕх хапхине кĕмешкĕн уçăр.
Эп Ун аслăлăхне мухтатăп уççăн.

Пупленĕ Турă Хăй ак çапларах:
Çылăхĕсемшĕн çын пит ÿкĕнсессĕн,
Саккунăма, хушнине итлесессĕн,
Тÿрĕлĕхе савсан пурнать татах.

Умрах, ав, Унăн ыр хапхи, умрах:
Вăл уçăлать те хупăнать часах.
Таса çынсем ун витĕр кĕç кĕреççĕ,
Хăйсем: мĕн шаннине кĕтсе илеççĕ.

Ман сассăма пÿлмесĕр Эс илтнишĕн
Тата Пĕр Хăв çеç Çăлакан пулнишĕн
Аслăлататăп, Турă, ыр ятна,
Мухтатăп юррăмра ялан Сана.

Çут Керменне тума пуçланă чух.
Ун никĕсĕ валли тупсассăн чул,
Ăна ăстаçăсем тиркесшĕн пулчĕç,
Çапах вырăнĕнчех вăл тăрса юлчĕ.

Тем тĕрлĕ йывăрлăх сиксе тухсан та,
Храм çĕкленни пурне те панă шанчăк.
Куç умĕнчи тĕлĕнмелле ĕçе
Вĕçленĕ Вăл пулăшнипе кĕçех.

Çак ырă кун ку тăрăха килни —
Пире Хăй Турă ырлăх пиллени.
Эппин, Ăна Кашнийĕш тав тăвар та
Хавасланса çĕн юрăсем юрлар халь.

Хĕпĕртесе Ун Керменне утар,
Чун-чĕререн çапла пуплер, ыйтар:
Эй, Турăçăм, пире хĕнрен çăлсамччĕ,
Эй, Турăçăм, пире Эс пулăшсамччĕ.

Туррăмăр ячĕпе килекен çеç,
Çут тĕнчере кирек хăçан мухтавлă.
Сире пиллетпĕр Унăн Çуртĕнче:
Патшамăр пирĕн ĕмĕр-ĕмĕр аслă.

Пире Вăл курăнчĕ, чуна çутатрĕ.
Парне кÿмеллине пăявпала
Çыхсассăн, сĕтĕрĕр малтан-мала.
Ăна парса Турра хыт савăнтарăр.

Мана çул кăтартан. Сана мухтам,
Чаплăлăхпа аслăласа ырлам.
Кĕллĕмсене пÿлмесĕр итленишĕн,
Пĕртен-Пĕр Çăлаканăм Хăв пулнишĕн.

Туррăмăра аслăлăр кулленех,
Асăнăр яланах таса ятне.
Ырăлăхĕ пирки çĕн юрă юрлăр,
Ĕмĕрĕпех Пĕр Унпала çеç юлăр.

118-мĕш псалом

Аллилуия

Пит кăткăс çул çинче çÿрекенсем
Айăп серепинчен хăпсан тĕллевлĕн,
Туррăмăр законне хисеплесен,
Вĕсем пулаççĕ тĕнчере телейлĕ.

Вăл çеç пĕлтернĕ ыр йĕркесене
Тытсассăн чĕрере кашни типтерлĕн,
Ăна çеç шырасассăн кулленех
Вара çынсем пулаççĕ пит телейлĕ.

Вĕсем йĕркесĕрлĕх нихçан тумаççĕ,
Çÿреççĕ Турă çулĕпе ялан.
Пĕрмай усал ĕçпе пурнаканран
Пĕлеççĕ пăрăнса кайма хальхаççăн.

Мĕн-ма тесен калатпăр эпĕр уççăн:
Çапла шав пурăнмашкăн Хăв çеç хушнă.
Пăхăнасах пулать Сан йĕркÿне,
Итлемелле вĕсем пупленине.

Ĕмĕтленеттĕм: манăн çул-йĕрсем
Йĕркÿсене тытса пырас тесе,
Хăй Турă чĕннĕ вырăна васкаччăр,
Чун-чĕмĕм Унпала çеç канашлатăр.

Вара Заповедÿсене савсан,
Хисеплесси тата пит пăхăнсан,
Çут тĕнчере нихçан та вăтанмастăм,
Канăçлăхпа ырăлăха тупаттăм.

Ун чух тÿрĕлĕхÿн сучĕсене
Эп вĕренсе пурнаттăм кулленех.
Сана пур кăмăлтан чунтан мухтаттăм,
Мăнаçланса ятна аслăлататтăм.

Эппин, Эс панă ыр йĕркесене
Тытса тăрасчĕ, тетĕп, кулленех.
Çак ĕмĕте пурнăçлама ыйтасшăн,
Мана пĕтĕмпех ан пăрах, тархасшăн.

Пĕлесшĕн эп: епле-ха çамрăк çыннăн
Таса тытас пулать çулне-йĕрне?
Хурав çапла: Санпа тăрсассăн çывăх,
Кĕрсе ÿксен çеç Хăвăн хÿттÿне.

Сана эп пĕтĕм чĕререн шыратăп,
Ÿкĕтлесе, тархасласа ыйтатăп:
Заповедÿсенчен ан пăр мана,
Пĕрмай вĕрент хисеплеме Хăвна.

Чĕрем тĕпне вырнаçнă сăмахна
Хакласчĕ, тетĕп, ăшшăн яланах.
Шăп çавăнпа та Сан умна тăрсассăн,
Тем тĕрлĕ çылăхпа тек çыхланмастăп.

Эй, Турăçăм, Эс чăннипех мухтавлă,
Тем тĕрлĕ ĕçĕ-хĕлÿпе пит аслă.
Мана Ху панă йĕркесемпеле
Вĕрент-ха, йăнăшсан тÿрех тÿрлет.

Мĕн-ма тесессĕн, Сан çăварунтан
Тухса тăран судсен тĕрĕслĕхне эп
Пурне те каласа парса ялан
Çуллен-çулах çапла çирĕпленетĕп.

Эс çеç пĕлтернĕ йĕркесен çулне
Мĕнпур кăмăлăмпа йăлт йышăнатăп.
Пуян этем юратнă пек мулне
Çут чăнлăхна туйса пит савăнатăп.

Заповедÿсене йышăннăçем,
Вĕсем пирки куллен-кун шухăшлатăп.
Ыр ĕмĕтÿсемпе килĕшнĕçем,
Сан çулусем çине пăхса тăратăп.

Эс панă йĕркесемпе çураçса
Чун-чĕреме лăплантаратăп хăвăрт.
Чухлатăп; сăмахна эп манмасан,
Умри кунçулăм пулмĕ тертлĕ, тăвăр.

Хăв чуруна ырăлăхна парсамччĕ,
Ун уссине пурнăçăмра курасчĕ.
Сан сăмахна çеç пăхăнса тăрам,
Сан пилÿпе хам чĕррине туни.

Умри тĕтрелĕхе сирсе ярсамччĕ,
Ман куçăма Хăвах яри уçсамччĕ,
Кăтартчĕ Эс саккунун ыр вăйне,
Тĕлĕнмелле ĕçÿсен чап-сумне.

Çут тĕнчере эп çулçÿревçĕ çеç,
Пурнатăп хăна евĕр çĕр çинче.
Заповедÿсене ан пытарсамччĕ,
Ман вĕсене чунпа туйса тăрасчĕ.

Çулусемпе пит паллашас тесе,
Çав тĕлпулу пирки ĕмĕтленсе,
Чун-чĕмĕмри канăçлăхăм йăлт çĕтрĕ,
Умри çут шанчăк-йăпану та пĕтрĕ.

Пĕлетĕп: Эсĕ мăнкăмăллисен,
Ылханлă сăнпала çÿрекенсен
Пуласлăхне туса хăварнă нишлĕ,
Заповедÿсене Пăхăнманнишĕн.

Ыйтатăп эпĕ: çын пит хăртнине,
Сăлтавсăр мăшкăл, хур кăтартнине
Ман ÿт-пÿрен часрах сирсе ярсамччĕ,
Хушу-йĕркÿсене тытса пурнасчĕ.

Лараççĕ пуçлăхсем, пуплеççĕ вирлĕн.
Канашлама хăяççĕ мана хирĕç.
Эп — сан чуру. Тăратăп айккинче,
Шутлатăп шăппăн йĕркÿсем çинчен.

Эс çеç пĕлтернĕ ырă шухăшсем
(Хăв çеç пилленĕ чаплă йĕркесем),
Пурнăçăмра мана лăплантараççĕ,
Ăс-хакăла çирĕплетсе тăраççĕ.

Ах, тăвăр чунăма, вăл халсăрланчĕ,
Тăпра ăшне кĕрсе пит йывăрланчĕ.
Эппин, ăна чĕртсем вăй-халупа,
Хăват парса тăрсам сăмахупа.

Сана хам çулăмсем çинчен йăлтах эп
Каларăм та, тăнларăн эс вăраххăн.
Ÿкĕтлесе ыйтатăп кулленех:
Вĕрент Ху панă ыр йĕркесене.

Хăв хушнă йĕркесен чăн тупсăмне,
Çулусене йăлт ăнланма парсамччĕ.
Пĕрмай тĕлĕнмелли ĕçÿсене
Кăшт ăнкарсан, вĕсем çинчен шутласчĕ.

Куляннипе чун-чĕм халсăрланать,
Асилÿре çеç вăй-халне шырать.
Ÿт-пĕвĕме тĕреклĕлентерсемччĕ,
Ыр сăмахна ман çывăха çитерччĕ.

Ултав çулне часрах пăрса ярсамччĕ,
Унпа çыхланас марччĕ пурнăçра.
Хăв саккунна кăна мана парсамччĕ,
Тĕллевĕме курасчĕ шав унра.

Эп çутă, ырă чăнлăха суйларăм,
Мĕн-ма тесен, тĕрĕслĕхре — тивлет.
Çут тĕнчери çулусене хакларăм,
Вĕсем тăраççĕ ман умра куллен.

Эй, Турăçăм, Пĕр Хăв кăна пултарнă,
Пĕлтернĕ йĕркÿсен çулне часах
Эп çыпçăнтăм. Ыйтатăп: ан хăварччĕ,
Мана Эс ан хăварччĕ намăса.

Чун-чĕрене хăватлăлантарсан,
Заповедÿсенĕн çулĕпе каятăп.
Ашчикĕме вăй кĕнине туйсан,
Сана кăна пур кăмăлтан ырлатăп.

Эй, Турăçăм, Пĕр Хăв кăна пултарнă,
Хăв панă йеркÿсен çулне кăтарт.
Унпа виличченех мана уттар Эс
Çав сукмакран нихçан ан парăнтар.

Ăса кÿртсем мана: Сан законна
Мĕнпур хавалăмпа йăлт пурнăçлатăп,
Картран тухмасăр асăмрах тытатăп,
Ăна çеç пăхăнатăп яланах.

Заповедÿсем кăмăла çĕклеççĕ,
Чун туртăнать пĕрмай вĕсен енне.
Тупасчĕ сукмакун пуçламăшне,
Утса çÿресчĕ ун çинче тĕллевлĕн.
Укçа е мул чури ан ту мана,
Виçеллĕн парса тăр Эс пурлăхна.
Ху çеç пултарнă ырă йĕркесемшĕн
Çут тĕнчере куллен эп кĕрешесшĕн.

Ултавлăхпа суя илĕртÿрен
Васкавлăн пăрăнса кайма вĕрент.
Çулупала утасчĕ ыррăн-сыввăн,
Ĕç-хĕлĕмпе Санпа пуласчĕ çывăх.

(Куçсем савсан наркăмăшлă чапа,
Пĕрне чавса кăлар Хăв аллупа.
Хăраххипе тăрса юлсан, çапла çеç
Юлатăп чĕрĕ, тамăкран сыхланăп).

Хăв сăмахна пĕрмай Эс тĕплĕ ту,
Иккĕленÿ валли сăлтав ан юлтăр.
Чурупала пулсамччĕ халь тату,
Санран; çеç хăрас туйăм ĕмĕр пултăр.

Килме пултарас айăпа сиссем,
Кĕç-вĕç пулас мăшкăлăмран сирсем.
Эп вĕсенчен, чăнах та, шикленетĕп,
Судусен çутă чăнлăхне пĕлетĕп.

Эс хушнă йĕркесен ырăлăхне
Ман кăмăлăм савать-çке кулленех.
Тÿрĕлĕхÿн çул-йĕрĕпе утасчĕ,
Хам чĕрĕ юлнине туйса тăрасчĕ.

Эй, Турăçăм, Сан сăмахун хăвачĕ
Çитинччĕ манăн çывăха часрах.
Ырăлăху килинччĕ, эп вара
Эс çăласса туяттăм ирĕн-каçăн.

Хама хăртма хăякана куçран
Хирĕçлесе калаттăм çапларах.
Эп Санăн сăмахна чунтан шанатăп,
Мĕн-ма тесессĕн, сумлăхна чухлатăп.

Туртса ан илччĕ чăнлăх сăмахне,
Чĕлхе-çăварăмран тухассине
Пĕтĕмпех ан пĕтер, тÿрех калас-тăк:
Эп Сан çулусене çеç йышăнатăп.

Эп Сан çулусене кăна шанатăп,
Эс панă законна асра тытатăп.
Пĕлетĕп: Хăв çеç хушнине тусан,
Пулас тĕллевĕм çутă пулĕ ман.

Вара çÿретĕп сумлăн ирĕкре.
Мĕн-ма тесессĕн, çутă тĕнчере
Пултарнă йĕркÿсем пирки шутларăм,
Шырав ахаль пулмассине манмарăм.

Ыр хыпарун чăн-чăн хакне туйса,
Патшасене пĕлтертĕм васкаса.
Вĕсен умне тухсассăн вăтанмастăп,
Шухăшăма йăлтах уçса паратăп.

Заповедÿсене пит ырласа,
Эп пурăнăп куллен-кун лăпланса.
Чăнах та, вĕсене чунтан юратрăм,
Ялан малтан-мала хурса хакларăм.

Аллăмсене хавасланса тăсатăп,
Эс панă йĕркесем пирки шутлатăп.
Чăнах та, эп Заповедÿсене
Ырлатăп та мухтатăп кулленех.

Хăв чуруна каланă сăмаха
Аса илсемччĕ ĕнтĕ Эсĕ халь.
Мĕн-ма тесен, ăна кăна шанмашкăн
Хушсаччĕ Ху. Çакна нихçан манмастăп.

Сан сăмаху ялан мана чĕртет,
Чуна хăват парса çĕклентерет.
Хутран-ситрен хĕн-хур айне лексессĕн,
Пĕлет вăл çийĕнчех хÿтĕленмешкĕн.

Мăнкăмăллă çынсем тÿрккесленсе,
Мана пĕрмай çисе сÿпĕлтететчĕç.
Çапах та саккунна хисеплесе,
Пурнаттăм ним илтмен пекех ĕретлĕн.

Эй, Турă, ĕмĕрхи çулусене
Аса илеттĕм те хăпартланаттăм.
Туйса тăрса вĕсен мухтавлăхне
Савăннипе хăвăрттăн лăпланаттăм.

Анчах та законна хисеплемен,
Ăна пăрахăçлас текен çынсен
Усал йышне курсассăн шикленеттĕм,
Чылайăшне, чăнах та, хĕрхенеттĕм. –

Эс панă йĕркесем ытла аван,
Хутран-ситрен инçе çула тухсан,
Ютра вĕсем çĕн юрă евĕр пулчĕç,
Мана куллен лайăххине çеç сунчĕç.

Эй, Турăçăм, инкеклĕ каçсенче
Ятна та асăнаттăм та, кĕçех
Сан законна пăхăннипе яр-уççăн,
Умран каятчĕ васкаса хăрушлăх.

Вара чĕлхе-çăварăм ир пулсан
Тÿрĕлĕхÿ пирки çеç сăмахлатчĕ.
Е мухтаву çинчен хавхаланса,
Тавралăха аван хыпар саратчĕ.

Сан законна пĕр маншăн çырнă пек.
Унпа эп усă куртăм кулленех.
Йĕркÿсене пĕрмай тытса тăратăп,
Пĕр вĕсене кăна чунтан ырлатăп.

Эй, Турăçăм, эп çапларах каларăм:
Çут тĕнчере Сана пăхăнасси,
Хăв хушнине туса пурăнасси —
Çаксем ман парăмăм пулса юлаççĕ.

Чун-чĕререн татах, татах кĕлтурăм:
Эп сан паю, тĕпренчĕкÿ çеç, Турă,
Хута кĕрсе хÿтĕлесем мана,
Ÿкĕннине илтсем, хĕрхен чуна.

Хыçа хăварнă çул-йĕрсем çинчен
Эп шухăшларăм-ха çаплах пĕччен.
Хăв уçнă йĕркесем енне утмашкăн
Урасене пачах чăрмантармарăм.

Заповедÿсене шав пăхăнма,
Куллен-кун вĕсене пурнăçлама
Вăрах эп кĕттермерĕм, пит васкарăм,
Пĕр вырăнта тăпăртатса тăмарăм.

Серепене ку лектĕрччĕ тесе,
Пит тапаçланчĕç-ха усал çынсем.
Йăлт çавăрса илсен те пăхаймарăм,
Пĕртен-Пĕр Санăн законна манмарăм.

(Эй, тăвансем, астăвăр, халь сире
Этем хайланă философире,
Эсир тупатăр тĕрĕслĕх тесен те,
Çакна ытла васкавлăн ан ĕненĕр.

Мĕн-ма тесен, Христос вĕрентни мар вăл,
Ăна çынсем çеç ăсласа хăварнă.
Хайлавĕ ĕнтĕ, чăн та, илĕртет,
Анчах çак çул çинче этем çĕтет. )

Турра тÿрĕ судсемшĕн мухтамашкăн
Тăрса лараттăм çурçĕр варринчех.
Ăна çеç кĕлтăваттăм эп темччен
Çут тĕнчере пит тăрăшнишĕн маншăн.

Санран куллен-кун хăракансемпе,
Эс хушнине тытакан çынсемпе,
Йĕркÿсене пăхăнакансемпе эп
Пĕрле тăрса Хăвна çеç хисеплетĕп.

(Кам Турă заповечĕпе пурнать,
Кам тÿрĕ чунлă — ун патне шав ăнтăл,
Ăна куллен тăнланăçемĕн шăп тăр,
Вара тинех ăслăланма пулать. )

Эй, Турă, ырлăху Сан çĕр тулли,
Вĕсем чылайăш этемсем валли.
Хăв çеç пултарнă ыр йĕркесене те
Вĕрент мана. Пĕлÿ пухасчĕ, тетĕп.

Эй, Турăçăм, Эс сăмахусемпе,
Вĕсен тĕлĕнмелле хăвачĕпе
Тем тĕрлĕ ырлăх турăн та чурушăн,
Вара унран тин уйрăлчĕ хăрушлăх.

Мана ырăланма, ăслăланма,
Унччен пĕлменнине йăлт ăнкарма:
Хăвах вĕрент, тÿррипеле пуплес-тĕк:
Заповедÿсене эп ĕненетĕп.

Унччен, инкек пырса çулăхиччен,
Эс хушнине пĕрмай итлеменрен
Çут тĕнчере эп аташса çÿренĕ,
Халь, ак, ăса кĕрсессĕн, тин тÿрлентĕм.

Эй, Турăçăм, Эс кăмăллă ялан,
Ырăлăхна пуриншĕн те тăван.
Хăв çеç пултарнине, йĕркÿсене те
Мана вĕрент, ăс-хал пухасчĕ, тетĕп.

Мăнкăмăллă çынсем ним уямасăр,
Пĕрмай суйса таса ята ярасшăн.
Çапах тытатăп пĕтĕм кăмăлтан
Йĕркÿсене, Хăв хушнине ялан.

Вĕсем хăйсемшĕн çеç тăрăшнăран,
Çитернĕ выльăх евĕр самăрланнă,
Мана пăрса яраймĕç тĕп çулран,
Эп Сан законупа чуна лăплатăп.

Унччен асап курни тин кирлĕ пулчĕ,
Эс панă йĕркесем, мĕн-ма тесен,
Инкек пырса çапсан, вĕреннĕрен
Чун тĕпĕнче яланлăхах йăлт юлчĕç.

Мĕн-ма тесессĕн, Сан çăварунтан
Тухма пуçланă закону пит хаклă.
Ялан вăл чаплă кĕмĕл-ылтăнран,
Вăл пыл тумламĕнчен те тутлă халĕ.

Çут тĕнчере хаваслăн çÿреме
Хăвах пилленĕ пурăнăç, кун панă.
Эппин, чуна пиллеччĕ çутă шанăç,
Ăса кÿртсем, май туп пĕлÿ илме.

(Аса илсемччĕ: тăм кĕлеткене
Туса çитернĕччĕ тахçан йĕркеллĕн,
Кайран антарнă пурнăç Сывлăшне… )
Заповедÿсене эп вĕренесшĕн.

Санран хăракансем мана курсассăн,
Сăмаххуна шаннишĕн эп куллен,
Хыт савăнаççĕ ĕнтĕ, ма тесен,
Вĕсем Хăвна хисеплесе пурнасшăн.

Эй, Тĕнчери мăнаçлă, Аслă Турă,
Сан судусем, чăнах та, питĕ тÿрĕ.
Пĕлетĕп халь: тахçан тивĕçлипех
Хăвах мана кăтартнине инкек.

Эппин, чуру пирки Эс калани,
Ырăлăхна куллен-кун пиллени
Сÿрĕклĕхре чун-чĕреме вăй патăр,
Ăш вăркама пуçлать-тĕк—лăплантартăр.

Хаваслă туйăм çĕклесен чуна,
Мăнкăмăллă çынсем пит намăсланччăр.
Хур тунă кăлăхах вĕсем мана,
Эп Санăн йĕркÿсем пирки шутлатăп,

Ун чух Пĕр Хăвăнтан хăракансем
Эс мĕн пултарнине йышăннăçем,
Кашнийĕшĕ ман евĕр шухăшлаччăр,
Кашнийĕш ман енне çеç çаврăнайччăр.

Ытла та чаплă ыр йĕркÿсене
Чĕремçĕм тытса тăтăр кулленех.
Сан умăнта нихçан айăпланмасăр
Çут тĕнчере ман намăс курас марччĕ.

Çапах та Эс çăлассине туйсан та,
Сăмаххуна пĕрмай шанса тăрсан та,
Сисчевлĕ чунăм ывăнса çитет,
Малашлăх лайăхланасса кĕтет.

Куç вăйĕ чакнăран ыйтма хăятăп:
Хăçан, хăçан мана лăплантаратăн?
Пуласлăх ырă-и е пит начар,
Çавна эп чухлаймастăп-çке пачах.

Йÿç тĕтĕм ăшĕнчи тир евĕр пултăм,
Йăлт хуралса илемсĕрленчĕ ÿтĕм.
Çапах та чаплă Сан йĕркÿсене
Манмарăм, асра тытрăм кулленех.

Кăмăлупа Эс лайăх пулнăран
Чĕрĕлĕхне пилле, аван усра.
Чĕлхÿ-çăварупа мĕскер пĕлтернĕ,
Çавна тытса тăрам, хăпинччĕ тертлĕх.

Эй, Турăçăм, хĕвелĕ хыт хĕртсен,
Çаран çинчи чечек ларать типсе.
Сан сăмаху çеç ĕмĕр-ĕмĕр пулĕ,
Вăл пĕлĕтÿ çинчех тĕреклĕн юлĕ.

Çут чăнлăху ламран лама пырать,
Ăруран ăрăва куçса тăрать.
Çĕре те, тĕнчене те Хăв пултарнă,
Пурне те пурăнмашкăн Эс май панă..

Тем тĕрлĕ пулăм Ху кăтартнă пек,
Аталанса тăрать халичченех.
Пур япала та пăхăнĕ Сана çеç,
Пур япала та кăмăллĕ Хăвна шав.

Енчен Сан закону пулман пулсан,
Лăпланаймастăмччĕ эп нихăçан.
Хĕн-хурлăх, айĕнчен те тухаймастăм,
Типшар, инкек курса вилсе выртаттăм.

Йĕркÿсене эп ĕмĕрне манмастăп,
Мĕн-ма тесен, Эс çавсемпе çăлатăн:
Ача пеккисене ăса нÿртен,
Хевтесĕррисене çÿле çĕклен.

Эп. Турăçăм: ялан, ялан эп Санăн,
Эппин, мана Эс хÿтĕле, çăлсамччĕ.
Пĕрмай шырарăм ыр йĕркÿсене,
Тÿрре кăларас терĕм хушнине.

Усал çынсем кĕлеткеме сыхлаççĕ,
Ăна пĕтерессишĕн тĕв тытаççĕ.
Эп шухăшлатăп пурпĕрех куллен
Пултарнă йĕркÿсем çинчен хуллен.

Пурăннăçем мĕнпур ырăлăхун
Вĕçĕ пулассине ăнлантăм, куртăм,
Анчах та вилĕмсĕр заповедÿн
Кунçулĕ пĕтес çуккине эп туйрăм.

Эй, Турă, Санăн чаплă законна
Эп юрататăп ăшшăн, чунтанах.
Кун тăршшĕпе пĕр ун çинчен шутлатăп,
Пĕр Вăл пурришĕн питĕ савăнатăп.

Эс хăвăн заповедÿпе мана
Тăшмансенчен те ăслă, ырă турăн.
Умри çул-йĕрĕме уçсассăнах,
Тĕллев патне утма кĕçех май тупрăн.

Хама вĕрентекенсенчен часах
Эп пулса тăтăм тавçăруллăрах.
Мĕн-ма тесен, йĕркÿсене хаклатăп,
Ялан вĕсем пирки çеç шухăшлатăп.

Ăс-хакăл пухнă шурсухалсенчен те
Çут тĕнчере нумайтарах пĕлетĕп.
Тытса тăратăп Сан йĕркÿсене,
Шав пурнăçласчĕ, теп, Эс хушнине.

Ыр сăмахун пĕлтерĕшне туйса,
Вăл канăç парасса куллен шанса,
Усал-тĕселсемпе пач çыхланмастăп,
Ултавлă çул-йĕрпе нихçан утмастăп.

Сан судусен аслăлăхне пĕлетĕп,
Ĕненнĕçем вĕсен чапне-сумне,
Калатăп уççăн: Эс çеç кулленех
Пурнăçăмра хистевлĕн вĕрентетĕн.

Сăмахусем ман пырăмшăн пит тутлă,
Чĕлхе-çăварăмшăн пылтан малта.
Йĕркÿсене пула ăс-хакăл тупрăм,
Сивлетĕп çавăнпа суя çула.

Хĕвел пек çутатса тăрать тĕллевлĕн
Ыр пуплевÿ умри сукмакăма,
Ăнса пынишĕнĕх кунçулăм ман,
Калатăп: пурăнăп татах йĕркеллĕ.

Сан ятупа пĕрмай хавхаланатăп,
Пуçа таятăп та тупа тăватăп:
Шанатăп законна, çулусене,
Шав пăхăнатăп эпĕ вĕсене.

Эй, Турăçăм, халь питĕ тертленетĕп,
Сăмахупа чĕртессине кĕтетĕп.
Инкек курсан та çутă тĕнчере,
Тĕрĕслĕхне шанатăп пурпĕрех.

Ăна ялан чунра упратăп çирĕп,
Аллăмсене нихçан вĕçертес çук.
Кунçулăм хăвăрт иртсе пынă чух,
Тăшмансене кулма памастăп ирĕк.

Эй, Турăçăм, чĕлхе-çăварăм ман
Сана парне сĕнсессĕн кăмăлтан,
Ăна ÿпкелемесĕр йышăнсамччĕ,
Çулусене те вĕренме май парччĕ.

Эй, чунăма Тĕреклентерекен,
Ут-пĕвĕме куллен Хÿтĕлекен,
Ăшчикĕмри шухăшăмсем, сăмахăм
Сана пит килĕшсен, манпа çырлахчĕ.

Кăмăлăмпа эп кирек камшăн уçă,
Ырăланать чун, вăл хăй — пултаруçă,
Шăп çавăнпа манмастăп законна,
Мала хуратăп тĕнчере ăна.

Усал çынсем: ку — сан валли, тесе,
Умри çула сереписене карчĕç.
Çапах пуплерĕм: ырă йĕркÿсем,
Вĕсен ытамĕнчен нихçан туймарăм.

Эс хушнине, пĕлтернине тăнларăм,
Ĕмĕрлĕхе йышăнтăм кашнине.
Мала çеç хутăм Сан йĕркÿсене,
Савăннине ним чухлĕ пытармарăм.

Аттесене хушса каланине
Асра тытатăп эп виличченех.
Чĕремçĕм çунĕ ĕмĕрех ырришĕн,
Çав ĕçсене пĕрмай пурнăçлассишĕн.

Этем шухăшласа кăларнине,
Пустуй каппайланма хăтланнине
Сивлетĕп уççăн, питĕ кураймастăп,
Сан чаплă законна çеç юрататăп.

Эс — манăн хÿтĕлĕх, кĕлеткене
Хуплатăн та сыхлатăн кулленех.
Сăмахусен витĕмлĕхне туятăп,
Пĕр вĕсене ялан шанса тăратăп.

Йĕркесĕр ĕç тăвакансем, ыйтатăп:
Ан йăлăхтарăр, кайăр ман патран.
Эп Турă хушнине çеç пурнăçлатăп,
Вăл панă заповедьсене хаклатăп.

Çут тĕнчере Ăна шанакансен
Ыйтса тăни çултан-çул пурнăçланнă.
Сăлтавсăр намăса юлман вĕсем,
Çак йĕркесем çаплах тăрсан аванччĕ.

Эй, Турăçăм, кăтарт çулусене,
Курса тăрасчĕ манăн вĕсене.
Сукмакупа утма пĕлÿ пухасчĕ,
Тăшмансене халь тин пăхăнас марччĕ.

Сăмахупа тĕреклентер мана,
Пуласчĕ ырă-сывă яланах.
Ыр ĕмĕтĕн витĕмлĕхне туясчĕ,
Çут тĕнчере намăсланасах марччĕ.

Ыйтатăп тилмĕрсе: Эс пулăшсамччĕ,
Вара тин çăлăнатăп инкекрен.
Хăв çеç пултарнă, чаплă йĕркÿсен
Чаплăлăхне куллен-кун ăнкарасчĕ.

Вĕсен пĕлтерĕшне сивлекенсен,
Çулне-йĕрне пÿлсен, мĕн-ма тесен,
Чееленни кашнийĕн тĕрĕс мар-çке,.
Шăп çавăнпа Эс тавăрăн хаяррăн.

Куратăп-çке: усал этемсене
Кăларнă пек вучахăн кăмрăкне.
Пурне те çĕр çинчен йăлт тасататăн,
Йĕркÿсене эп çавăншăн юратрăм.

Çапах та пит хăратăп-çке Санран:
Ĕçе итлессинчен, йышăнмасран.
Ÿт-пĕвĕмпе хыт чĕтресе тăратăп,
Пулас судусенчен ялан хăратăп.

Çут тĕнчери тĕрĕслĕхе кăна
Хаклас тесе хама хам айăпларăм.
Эппин, ыйтатăп эп, нихçан ан парччĕ
Хĕсĕрлекенĕн аллине мана.

Хăв чуруна ырăлăх кăтартса,
Эс пулăшсамччĕ, ун хутне кĕрсемччĕ.
Мăнкăмăллă çынсем каппайланса,
Ăна çут тĕнчере ан тертлентерччĕр.

Çăлассине куллен-кунах кĕтсе,
Тÿрĕлĕхÿ часах çĕнтерессе
Шанса тăнипеле халсăрланатăп,
Куç вăйĕ чакнине те халь туятăп.

Ыр кăмăлу ан пăхтăрччĕ чурушăн,
Ун умĕнче ан пултăрччĕ хăрушлăх.
Хăв çеç пултарнă ыр йĕркесене,
Вĕреннĕ май, сисем пĕлÿ вăйне.

Эп Сан чуру: тăна кÿртсем мана,
Ăс-халупа хавхалантар чуна.
Ку таранччен Эс Хăв çеç мĕн пĕлтернĕ,
Çавна халь лайăх ăнкарса çитесчĕ.

Усал этем мĕн чухлĕ турĕ сăтăр,
Çавах ăна никам айăпламасть.
Начар ĕçпе те çыхлансассăн тăтăш,
Тÿре хăйне кĕç питлессе шанмасть,

Ун законне епле пăсса пĕтерчĕç,
Уçсах пама тивет пуль сăлтавне.
Мехелĕ çитрĕ Туррăн, Вăл пĕлтертĕр
Судĕнче мĕн тума палăртнине.

Ăна калатăп: заповедÿсем
Ылтăнунтан та хаклă-çке, вĕсем
Илĕртнĕрен куллен-кунах ытла та
Сана эп хисеплетĕп, юрататăп.

Суеçĕ çынсемпе пĕрле лармарăм,
Чеереххисене те йышăнмарăм.
Вĕсем мана темтепĕр сĕннĕ чух
Ултавлăхпа нихçан килĕшес çук.

Усал шухăшлисен сăх ушкăнне,
Сивленĕçем кашнийĕн ĕмĕтне,
Çул-йĕрĕ тĕрĕс маррине сисетĕп,
Эс хушнине кăна эп хисеплетĕп.

Хăв çеç пĕлтернĕ йĕркесем пит чаплă,
Вĕсен тĕлĕнмелле ыр сумĕ чакмĕ.
Шăп çавăнпа та чунăм савăнать,
Сан хÿттÿнте пулмашкăн ăнтăлать.

Пултарнă йĕркÿсем хăват сунаççĕ,
Умри çула шав çутатса тăраççĕ.
Ача пеккисене ăса кÿртен,
Хевтесĕррисене çÿле çĕклен.

Эй, Турăçăм, Сана аса илсен,
Эп пăлханатăп пĕтĕм чĕререн.
Çăварăма уçатăп, ахлататăп,
Сан заповедÿсемшĕн шав çунатăп.

Эппин, Эс çаврăнсамччĕ ман енне
Ятна юратакансене хĕрхеннĕн.
Ырăлăхна пиллеччĕ кулленех,
Çемçе кăмăлупа шелле çуллен-çул.

Сăмахупа хăват пилле ÿте,
Урасене ялан тĕреклентер.
Йĕркесĕрлĕх мана ан пусмăрлатăр,
Килпетсĕр ĕç те пăрăнса çухалтăр.

Этем тертлентерессинчен хăтар,
Çут тĕнчере пулас килет хастар.
Тытса тăрасчĕ Эсĕ хушнине çеç,
Пурнăçлаясчĕ Сан йĕркÿсене шав.

Эй, Турă, ырăлăхлă Эс пулсамччĕ,
Ăна куллен-кунах пилле пире.
Таса Закон ăшшипе тĕнчере
Чуна вăй-хал, хăват пĕрмай парсамччĕ.

Чурун тÿлек сăнне çутупала
Илемлетсе тăрсамччĕ Хăв ялан.
Йĕркÿсене вĕрент мана ир-каçăн,
Эп вĕсене кăна сума сăвасшăн.

Анчах та Санăн законна çынсем
Пач пăхăнмасăр пурăнма хăяççĕ,
Шăп çавăнпа тăратăп эрленсе,
Куççулĕ шыв пекех юхать хальхаççăн.

Эй, Турăçăм, эй, Турă, Эсĕ — тÿрĕ,
Сан çулусем çеç тĕрĕс тĕнчере.
Суйланă халăху çитес çĕре
Çитеетех, хăй пулмасассăн сÿрĕк.

Кăмăлласа пĕлтернĕ йĕркÿсем,
Хушса хăварнă чаплă шухăшсем,
Хăв çеç кÿрсе тăнишĕн ырă витĕм,
Кашнийĕшĕ, чăнах та, тĕрĕс питĕ.

Пĕр Саншăн çунса тăнипе пĕрмай
Начарланса кайса пит халсăрлантăм.
Тăшманăмсем те пулчĕç çав самай,
Вĕсем ыр сăмахна тиркерĕç, манчĕç.

Çавна пула типĕ тытса йĕретĕп,
Чун кулянать çав — питĕ эрленетĕп.
Çак йывăр вăхăтра çынсем манран
Мăшкăлласа кулаççĕ-çке ялан.

Сан сăмаху шап-шур юртан таса,
Чуру çавна упрать-ха тăрăшсах.
Темле йăх-ях ăна пÿлсе тăрсан та,
Хăвна çеç вăл савать кирек хăçан та.

Эп кĕçĕн çын çав, сумăм-чапăм çук,
Манран йĕрĕнекен çынсем тем чухлĕ.
Анчах синкерлĕх, терт курсан та чун
Йĕркÿсене манмастăп эпĕ туххăм.

Тÿрĕлĕхÿ Сан — ĕмĕр-ĕмĕре,
Хуçаланать ялан вăл тĕнчере.
Законунта та пĕртен-пĕр çут чăнлăх,
Ăна шав пăхăнма çитинччĕ чăтăм.

Куляннипе ăшчикĕм пит вăркать,
Хуйха-суйха пула чун ыратать.
Заповедÿсем çеç лăплантараççĕ,
Вĕсем мана çут шанăçлă тăваççĕ.

Хăвах пĕлтернĕ чаплă йĕркÿсен
Тÿрĕлĕхĕ ĕмĕрлĕхе, эппин, Эс
Ăса кÿртсемччĕ, парччĕ ăшă пиллĕх,
Пуласчĕ ырă-сывă ман куллен.

Эп тархахслатăп пĕтĕм чĕререн,
Эй, Турăçăм, кĕлтунине илтсемччĕ.
Эс панă пит мухтавлă законсен
Çирĕплĕхне тытасчĕ, хисеплесчĕ.

Пĕрмай чĕнетĕп йăлăнса Сана:
Нуша килсе çапсан, çăлсам чуна.
Хăвах тахçан йĕркÿсене пултарнă,
Туйса тăрасчĕ вĕсене халь манăн.

Çутăличчен тăратăп, тархаслатăп:
Эй, Турăçăм, ман сассăма тăнла.
Сан сăмахна кăна шанса тăратăп,
Хал парĕ тетĕп Вăл ÿте ялан.

Эй, Турăçăм, эй, Турă, пит ыйтатăп,
Тивĕçĕме пурнăçласса шанатăп.
Хĕвел тухиччен кĕллĕм илтĕнет,
Вăл Хăвăн умăнта халь çĕкленет.

Сан сăмаху пирки шухăшламашкăн
Пуçлатăп эпĕ ир-ирех васкавлăн.
Тăрса ларса куçăма уçиччен,
Хама хурал черечĕ çитиччен.

Эй, Турăçăм, ырăлăхна пула
Ман сассăма итлеччĕ Эс ялан.
Ытла та тÿрĕ судупа чĕртсемччĕ,
Çемçе кăмăлупа куллен хĕрхенччĕ.

Ултавлă шухăш тытакан çынсем
Пит çывăхра, мана, ав, хупăрлаççĕ.
Законунтан халь аякра хăйсем,
Вĕсем ăна ним вырăнне хумаççĕ.

Эй, Турăçăм, Эс юнашар çÿрен,
Тÿрĕлĕхÿ Сан ĕмĕр-ĕмĕре.
Заповедÿсенче çеç çутă чăнлăх,
Вĕсем сĕнеççĕ: çиттĕр сирĕн чăтăм.

Хăв çеç пĕлтернĕ Йĕркесем çинчен
Илтсеччĕ ĕлĕкех, яш пуличчен.
Вĕсем упранĕç, нихăçан та çĕтмĕç,
Законăн пĕчĕк саспалли те пĕтмĕ.

Эп мĕскĕн иккенне курса тăрса,
Хута кĕрсемччĕ Эсĕ, пулăшсам.
Мĕн-ма тесен, Сана асра тытатăп,
Хăвах пултарнă законна манмастăп.

Куллен-кунах пурнăçлакан ĕçе
Пăхса тăрсам, ăна Хăвах тĕпче.
Вара тĕттĕмлĕхрен илсе тухсамччĕ,
Сăмахупа чĕртсемччĕ, пулăшсамччĕ.

Усал çынсен çăлăнасси инçе:
Вĕсем йĕркÿсене халь шырамаççĕ.
Çут тĕнчере куллен аташнăçем,
Ансат çула кăна пит кăмăллаççĕ.

Эй, Турă, Санăн ырăлăх нумай,
Пурне те майĕ çук çав ăнкарма.
Тархасласа ыйтатăп: Эс чĕртсемччĕ,
Судун тĕрĕслĕхне шав хисеплесчĕ.

Эй, Турăçăм, тăшманусем ытла та
Пачах кĕтмен çĕртен тăрук йышланчĕç.
Чылайăшĕ тăраççĕ ман çине,
Нумайăшĕ тĕллеççĕ сăннине.

Чылайăшĕ куçран пăхса калаççĕ,
Сăмахĕсем чуна ыраттараççĕ.
«Çăлаймĕ ĕнтĕ Турă тин ăна… »
Эп пурĕпĕр шанатăп халь Сана!

Хăвна пăрахакансене куратăп,
Çавна пула пĕрмай пăшăрханатăп.
Йĕркÿсене тытмаççĕ çав вĕсем,
Пурнаççĕ иртĕхсе те хирĕçсе.

Эс хушнине эп пит юратнине
Курса тăрсамччĕ Хăв çеç кулленех.
Эй, Турăçăм, ырăлăхна пиллеччĕ,
Çемçе кăмăлупа мана чĕртсемччĕ.

Сăмахун тĕпĕ-йĕрĕ никĕсленнĕ
Ĕмĕрлĕхе çут чăнлăхпа кăна.
Тÿрĕлĕхÿн сучĕсем яланах
Кăмăлăма çÿлтен çÿле çĕклеççĕ.

Анчах та пуçлăхсем сăлтавсăрах,
Айăпăм пулмасан та, хăвалаççĕ.
Чĕрем сăмахунтан пĕрмай хăрать,
Унран кăна вăл шикленет хальхаççăн.

Енчен те ырă пуплевне илтсессĕн
Пит хĕпĕртетĕп пĕтĕм кăмăлтан.
Мул тупнăнах чунтан хĕпĕртемешкĕн
Сăлтав пулать Сана хыт шаннăран.

Суялăха, чăнах та, кураймастăп,
Унтан йĕрĕннĕ май шав пăрăнатăп.
Тытатăп законна чун-чĕрере,
Ăна кăна саватăп тĕнчере.

Улталакан этем кил-çуртăмра
Чееленсессĕн те шав пурăнаймĕ.
Суйса калаçакан та ман умра
Ытла та ирĕккĕн чылай тăраймĕ.

Сана тÿрĕлĕхÿн ыр сучĕсемшĕн
Кунне пĕр çичĕ хут аслăласа,
Тăратăп мухтаса, эп халь вĕсемшĕн
Пурнатăп пĕрмаях пит савăнса.

Саккунлăхна кăмăллакан çынсем
Çут тĕнчере тупаççĕ ырлăх, канăç.
Пурăннăçем такăнас çук вĕсем,
Мĕн-ма тесен, хĕнрен Кашнийĕш тарнă.

Эй, Турă, Эсĕ çăласса шанатăп:
Хĕвел ăшшиллĕ заповедÿсем
Мана тăраççĕ питĕ илĕртсе,
Эп вĕсене куллен-кун пăхăнатăп.

Чун-чĕм Пĕр Хăв кăна пултарнине,
Пире пилленĕ ыр йĕркесене
Чун чĕрĕ тăтăр, вăл вара Сана
Аслăласа пурăнтăр яланах.
Пулăшчăр çулусем, куллен вăй паччăр,
Тивлетлĕ самантсем те пурнăçланччăр..

Çухалнă сурăх евĕр эп аташрăм,
Хăв чуруна Эс шыраса тупсам.
Çĕтсеччĕ-ха: çапах Сана калам:
Заповедÿсене манса каймарăм.

(Çут тĕнчере эпир çапла чылайăш
Аташнă ĕнтĕ сурăхсем пекех.
Халь акă чунсене ялан сыхлать Хăй,
Таврăнтăмăр Кĕтÿç патне тинех. )

119-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă

Эп хуйхă-суйхă курнă вăхăтра
Турра кĕлтурăм, хытă тархасларăм.
Мана итлерĕ те Хăех, вара
Ун ырă кăмăлне туйма пуçларăм.

Эй, Турăçăм, Эс чунăма суеçĕ
Чĕлхе-çăварлă çынсенчен хăтар.
Вĕсен чаракĕ çук, сÿпĕлтетеççĕ,
Шăп çавăнпа куратăп-çке типшар.

Чее чĕлхе пирки шухăшласассăн,
Хăш чух çапла май пур ыйтма вăлтса:
«Сана хăй тĕллĕнех вăл мĕн-мĕн парĕ,
Сăмахпала мĕнех тупма пултарăн? »

Хăвачĕ аслă пĕчĕк япалан та.
Çут тĕнчере вăл пысăк ĕç тăвать.
Чĕлхе суялăха илем парать,
Унпа пĕтет е çуралать çут шанчăк.

Тĕреклĕ çыннăн çивĕч уххисем,
Мĕн-ма тесессĕн, вĕсене туптанă.
Уртăш йывăççин кăварне чиксе,
Кашнийĕшне вучах çинче çунтарнă.

(Хăш чух йĕркесĕр ĕçĕмсем çула
Кĕтмен çĕртен йăлтах пÿлсе лартсассăн,
Çылăхсене куратăн та ялан
Вара айăпсенчен Ху тасататăн.

Час çилленме хăякана пула
Вăй илĕ харкашу ытла та хăвăрт.
Чăтăмлă çын, ăна туятăр хăвăр,
Хирĕçĕве шав пусарать ялан. )

Çапах та кулянатăп, ма тесессĕн
Çÿретĕп эп Мосох çывăхĕнче.
Кидар чатăрĕсен таврашĕнче
Пурăннăçем хÿтсĕррине сисетĕп.

Эп лăпкă çын, сăмах тапратсанах,
Пит кураймаççĕ ют çынсем мана.
Кашнийĕнне халь пĕр чĕлхе тупасшăн,
Анчах вĕсем вăрçма сăлтав шырасшăн.

120-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă

Пăхатăп сăнаса тусем çине,
Вĕсен çывăхĕнчи уй-хирсене.
Тĕсенĕ май, шанса тăратăп çирĕп,
Эс çеç пулăшнăран кĕç пулĕ ирĕк.

Мана пĕлĕтпеле çĕре пултарнă
Мăнаçлă Турă Хăй час ал парать.
Унра туйса тăруçăн вăй-хăват,
Ăна пĕрмай çут тĕнчере эп шанăп.

Иккĕленсе пурнакана калатăп:
Сана халь çĕр çинче тăн-тăн утма,
Ыйха каймасăр сыхласа тăма
Пĕр Турă Хăй кăна пултараять-çке.

Израиле шав хÿтĕлейнĕ май,
Вăл тĕлĕрсе кайса ыйха путмасть.
Енчен те халăх кĕлтусан, ыйтсассăн,
Ăна тăнлать те пулăшать васкавлăн.

Сана куллен сыхлаканни — Хăй Турă,
Сылтăм аллин хÿттийĕнче тăран.
Чăнах та, пурнăçра темтепĕр курăн,
Çапах илсе тухать Вăл нушаран.

Çатма-хĕвелĕ анлă çĕр çине
Çÿл тÿперен хĕмне тăксан шеллевсĕр,
Е уйăхĕ ярсассăн сиввине,
Ним пулман пек пурнатăн эс тĕллевлĕн.

Е сан çулна пÿлес тесессĕн хурлăх,
Тем тĕрлĕ усала та сирĕ Турă.
Утÿ-пĕвÿ сыхланĕ типшартан,
Чуну та тупĕ канăçлăх ялан.

Сехмет танатинчен эс хăтăлсассăн,
Тăнăçлăхри ырăлăха туйсан та,
Малашлăхра та ĕмĕр-ĕмĕрех
Сана Вăл çеç хăтарĕ инкекрен.

121-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă. Давидăн.

Мана каларĕç: Туррăмăр Çуртне
Пуçтарăнса пĕрле кайса килер-ха.
Çак ырă хыпара илтсессĕнех,
Чăнах та, хăпартлантăм, хĕпĕртерĕм.

Эй, Иерусалим, пире сăначчĕ,
Хапху ăшĕнче урасем тăраççĕ.
Епле чипер сăваплă вырăнсем,
Епле чĕнеççĕ хăй патне вĕсем.

Хуламăр курăнса ларать хитре,
Ун çурчĕсем вырнаçнă çума-çуммăн.
Кунта Израилĕн законĕ сумлă,
Кунта пурăнакан çын хисепре.

Çак вырăна Турра аслăлама
Ăру пуçлăхĕсем килсе çÿреççĕ.
Вĕсем Ун ыр ятне çÿле çĕклеççĕ,
Çĕн юрă-кĕвĕ шăранать пĕрмай.

Суд çурчĕсем те çакăнтах вырнаçнă,
Давид керменĕ, ав, ларать мăнаçлăн.
Хăй хыççăн килекен çĕн патшасем
Кашнийĕш пулĕç ун несĕлĕсем.

Иерусалимăн хули валли
Туррăмăртан тăнăçлăх çеç ыйтсамăр.
Çынсен шав пултăр пурăнăç тулли,
Вĕсен май килтĕрччĕ курмашкăн савнăç.

Хÿмен хÿтлĕхĕнче е çуртсенче
Куллен-кун канăçлăх çеç хуçалантăр.
Васкавлă вăхăт хăвăрт иртнĕçем,
Кунта нихçан та ырăлăх ан чактăр.

Тăванăмсемшĕн, çывăх çыннăмсемшĕн
Каласшăн эпĕ çак сăмахсенех.
Кашнийĕ эсĕр юп çеç курăр, тесшĕн,
Çут ĕмĕтĕр халь ĕнтĕ çиттĕрех.

Туррăмăра тата Ун Çурт-йĕрне
Чун-чĕререн эп ырăлăх сунатăп.
Савас пулать çумри тăвансене,
Пĕрне-пĕри юрас тени вăйлантăр.

122-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă

Çÿлте Пурăнаканăмăр! Сана
Курас тесе пăхатăп яланах.
Мала тинкернĕçем шанатăп çирĕп,
Ыр пилÿпе тупатăп эпĕ ирĕк.

Чура хуçан сăмахĕнчен тухман пек,
Хĕрарăм та ун арăмне кăна
Куллен куçран çеç пăхнăн, тархасланăн
Эпир тĕсетпĕр яланах Ăна.

Куçăмăрсем каймаççĕ Ун çинчен,
Хĕрхенессе кĕтетпĕр-çке темччен.
Туррăмăр-Турă Хăй çеç шеллĕ тетпĕр,
Пĕрмай Вăл çеç пулăшасса кĕтетпĕр.

Эй, Турăçăм, хур куртăмăр чылай,
Ăна Кашнийĕш йăтрăмăр самай.
Эппин, пурсăмăра Хăв çеç хĕрхенччĕ,
Пире — чурусене — ялан шеллеччĕ.

Чунсем хĕн курнипе йăлтах тăранчĕç,
Ÿт-пĕвĕмĕрсем хытă суранланчĕç.
Кун-çулăмăр кĕç татăлас пекех,
Часах ÿкетпĕр пулĕ çĕр тĕпнех.

Мăнкăмăллă çынсем хур тунипе
Çапла эпир куллен нушаланатпăр.
Шиклентерсессĕн те тĕрмесемпе,
Çавах Эс хăтарассине шанатпăр.

123-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă. Давидăн.

Израиль уçăмлăн хăех калатăр,
Чăн сăмаха нихçан та ан пытартăр.
Енчен те Турă пирĕнпе ялан
Юнашарах пĕрле тăман пулсан,

Тăшманăн çарĕсем ытла хăрушшăн
Тапăнса килнĕ чух ытла хăюллăн,
Енчен те уйрăлсан Вăл пирĕнтен,
Хута кĕрсе тăман пулсан куллен,

Вара вĕсен çилли тулса çитсен,
Пире йăлт тĕп тăватчĕç, пĕтеретчĕç.
Çăтатчĕç чĕрĕллех, пач шеллеместчĕç,
Е тухаймастăмăр синкерлĕхрен.

Ун чух куççулĕ çырмари шыв пек,
Пĕр чарăнмасăр ир те каç юхатчĕ.
Ытла та йывăр пурнăç çитнипе,
Çынсем ĕмĕрĕнче асап куратчĕç.

Чунăмăрсем çинчен хыт шавласа,
Шыв юхăмĕ йăлтăртатса юхатчĕ.
Чылайăшĕ Хĕнре асапланса,
Чĕр тамăка лексессĕн, тухаймастчĕç.

Ман халăх инкекрен хăпма пултарчĕ
Мухтавлă Турă хÿтĕленĕрен.
Тăшман шăлне Вăл çакланма памарĕ,
Ăна ырлатпăр пĕтĕм чĕререн.

Пире таса чунлисене пит вăрттăн
Йăлт пĕтересшĕнччĕ усал çынсем.
Çĕмренсемпе уххисене вĕсем
Тытатчĕç хатĕр: пултăр, тетчĕç, вăрçă.

Ту качаки танатана курсассăн,
Çăлăнăçне пĕччен кăна Шыранăн,
Е кайăк хăтăлнăн сереперен,
Эпир те тухрăмăр çав сехметрен.

Пире пĕлĕтпеле çĕре пултарнă
Туррăмăр ячĕ лайăх пулăшать.
Унра туйса тăруçăн вăй-хăват,
Ана ялан çут тĕнчере эп шанăп.

124-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă.

Туррăмăра шанса пурăнакан
Сионăн тăвĕ евĕр тăрĕ çирĕп.
Вăл ĕмĕрех хускалмĕ вырăнтан,
Çак çын телей çеç курĕ каçăн-ирĕн.

Иерусалима, ав, виç енчен
Мăнаçлăн сăрт-тусем халь хупăрлаççĕ.
Суйланă халăхне те Вăл хальхаççăн
Çаплах сыхласшăн Хăйĕн хÿттинче.

Ăна упрасшăн Турă ĕмĕрех
Тусем тăнăçлăха пит хисепленĕн.
Таса çынсем Хăйне çеç ĕненсессĕн,
Кашнийĕшне Вăл сыхлĕ çийĕнчех.

Вĕсем куллен йĕркесĕр ĕç енне
Тăсма ан хăйччăр, тет, аллисене.
Вара усал тăшман туйи çĕкленмĕ,
Тÿр кăмăлпа пурнакана тивеймĕ.

Эй, Турăçăм, Эс лайăх çынсене,
Таса чунлисене пиллеччĕ ырлăх.
Вара вĕсем мала çеç утĕç. Хурлăх
Тĕссĕрлетеймĕ çутă ĕмĕтне.

Вара вĕсем хĕрхенчĕк кăмăлне
Палăртса тăрĕç ыттисемшĕнех.
Шухăшласа хунин хитре тĕллевĕ
Сан пилÿпе тин пулĕ питĕ евĕк.

Кам кукăр çул-йĕре шав кăмăллать,
Çав этеме ан хÿтĕлетĕр Турă.
Вĕсем çÿреччĕр аташса ялан,
Израил ĕмĕр канăçлăх çеç туптăр!

125-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă

Касаматран Сионăн хÿттине
Тавăрнă чух пире Чи Аслă Турă,
Эпир кашнийĕ тутлă тĕлĕк курнăн,
Тен, мантăмăр та пуль ыр тунине.

Ун чух чĕлхе-çăварăмăр çĕн юрă
Шăрантарсаччĕ пит хĕпĕртесе.
Ун чух пуплерĕç таврари çынсем:
«Вĕсемшĕн Турă Хăй чылай ĕç турĕ».

Вăл пирĕншĕн Хăех нумай ĕç турĕ,
Юрларăмăр хаваслăн савăнса.
Мĕн-ма тесен, умран тасалчĕ хурлăх,
Тинех вăл тăмĕ питĕ хăратса.

Эй, Туррăмăр, суйланă халăхун
Çыннийĕсем кунта халь пурте мар-çке,
Чурусене Эс ĕнтĕ ырă сун,
Май туп-ха кашнине час тавăрмашкăн.

Кăнтăралла шыв юхнă евĕр хăвăрт,
Хăтăлччăр тыткăнран шар курнисем.
Касаматра, ку паллă, пурнăç тăвăр,
Сан хÿттÿнтех пуласшăн-çке вĕсем.

Çитмен пурăнăçра та йÿнеçтерчĕç
Акма, вырма тухсассăн уйсене
Куççулĕ витĕр савăнĕç, ĕненĕç
Килне-çуртне тивлет килессине.

Юратнă амăшĕ ачисене
Кирек хăш самантра та пит шелленĕн,
Хăй Турă пулăшĕ те вĕсене,
Вара çак халăх пулĕ пит телейлĕ.

126-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă. Соломонăн.

Хăй Турă çурт лартма пулăшмасассăн,
Тапаçланни — ку паллă — кăлăхах.
Е хулана та Вăл сыхламасассăн,
Хуралçă тăрăшни пулать ахаль.

Пĕртен-Пĕр Саккуна Пăхăнмасан,
Йăлт юхăнса каять ултавçăн çурчĕ.
Пач урăхла: ыр кăмăллă хуçан
Нихçан та арканмасть хуралтă-пÿрчĕ.

Эсир ирех тăратăр ахалех,
Хĕвел ансан та, чылайччен ларатăр.
Çиес çăкăрăра хĕнпе тупатăр,
Кунçулăр асапра иртет хуллен.

Юратнă çыннине Вăл пит савать:
Мĕн ыйтнине куллен йăлтах парать.
Ыйхи те питĕ тутлă çав этемĕн,
Утса тухас çул-йĕрĕ те илемлĕ.

Туррăмăрăн тивлетĕнчен пĕри —
Ача-пăча çут тĕнчере пурри.
Вăл панă пилпеле вĕсем пулаççĕ,
Вăл панă пилпе çеç шав çуралаççĕ.

Ÿссе çитсессĕн çамрăк ывăлсем
Юратнă ашшĕне савăнтараççĕ.
Кашнийĕ ухă йĕппи пек вĕсем,
Кашнийĕ кил пуçне тĕрек параççĕ..

Йĕнни ăшне тултарнă çивĕч сăнă
Пултарĕ тăшмана кÿмешкĕн сăтăр.
Вара хула хапхи умне тухсан,
Кирек кампа та калаçать вăл тан.

127-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă

Пĕртен-Пĕр Турăран пит хăракан,
Заповедьсене çеç пит савакан,
Çылăхлисен пурăнăçне сивлен çын
Ун çулĕпе утсан ялан телейлĕ.

Эс хăвăн ĕçÿпе çеç пурăннишĕн,
Тарпа шăварнă çăкăрна çинишĕн
Кирек хăçан тивлетлĕ, малашне
Хăвах йăлт тăвăн мĕн шутланине.

Юратнă арăму кил-çуртунта
Çырлаллă иçĕмĕн авăрĕ майлă.
Çу йывăçĕн турачĕсем пек, калăн
Ачусене курсан. Кашни хастар.

Ывăлусем сĕтел тавра лараççĕ
Юман йывăçсене асилтерсе,
Çуртри чечен юпа пек хĕрÿсем,
Вĕсем кирек кама савăнтараççĕ.

Енчен те Турăран шав хăрасан,
Этемĕн пулĕ тĕнчере çут пиллĕх.
Ун чух ĕмĕтÿсем тулса тăрсан,
Пуриншĕн те Ăна тав тăвăр питĕ.

Пил парĕ Вăл сана Сион çинчен,
Вара эс ĕмĕрÿ йăлт иртиччен
Иерусалим ырă курнине те
Тĕсейĕн шав чăрмавсăрах ĕретлĕн.

Вара ывăлусен ачисене,
Чечен чечек пек мăнукусене
Пăхма пултарăн. Пиллĕх парĕ Турă.
Эппин, Израиль канăçне шав туптăр!

128-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă.

Калатăр Израиль: мĕн çамрăкран
Нумайăшĕ мана пит хĕсĕрлерĕç.
Тĕп тăвасах тесе хыт тăрăшсан,
Пит тăрмашсассăн та çĕнтереймерĕç.

Ыр шухăш татăлмалла чух, эпир
Çут ĕмĕте манмарăмăр пит ир.
Пире, ав, пур çĕртен те хăваларĕç,
Хăй Турă çеç Çуллен-çулах сыхларĕ.

Йăран тăвакана та эпĕ курнă,
Аллакансем те ман умран кайман.
Сăнанăччĕ: усал çеç акакан
Ман çĕр çинче вырса илетчĕ хурлăх.

Касаматра чух Вăл пит тÿрĕ пулчĕ,
Хаяр тăвакана хаярлăх сунчĕ.
Тăшманăн серепи çыххисене
Касса ярсан, ăнлантăмăр вăйне.

Эппин, Сионăма курайманнишĕн
Вĕсем пит сехĕрленччĕр, юлччăр нимсĕр.
Шав тарччăр каялла намăсланса,
Тÿр кăмăллă этемсенчен хăпса.

Лупас çинчи ем-ешĕл, симĕс курăк
Малтан, чăнах та, ашкăрса ÿсет.
Анчах та вăл хăех, ав, сăнăр, курăр:
Тăпăлтарса кăлариччен типет.

Тăшман кун-çулĕ те кашнийĕнех
Ытла кĕске çав, симĕс курăк пек.
Хуралтăсем çинче, мĕн-ма тесессĕн,
Уй-хирти евĕр, тырпулна илеймĕн.

Лупас çинче ÿсмест тулли пучах,
Вăл выракан чунне савăнтараймĕ.
Кĕлте çыхакан çын та нихăçан
Тĕштыррине ывăçĕпе пухаймĕ.

Иртсе пыракансем те вĕсене,
Тур пулăштăр, Ун пилĕ çиттĕр, темĕç.
Мĕн-ма тесессĕн, Вăл çав çынсене
Хăйне хирĕçленишĕн сунĕ терт çеç.

129-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă

Эй, Турăçăм, чунтан-вартан Сана.
Эп хытă тархаслатăп: çăл мана!
Тăшманăмсем йышланчĕç çав хальхаççăн,
Сăлтавĕ пур е çук — пит хăратасшăн.

Эй, Турă, сассăма часрах илтсемччĕ,
Йăлăннине те хăлхуна чиксемччĕ.
Шухăшăма йăлт ăнкарса илсем,
Сана кăна пурнатăп ĕненсе.

Эй, Турăçăм, йĕркесĕр ĕçсене
Асăрхасан пурне те кулленех,
Хăвна чунтан парăннă чурусем те
Тÿрре тухаймĕç-çке, çакна сиссемччĕ.

Çак сăлтава пула кăна Эс хатĕр
Этем кăшт йăнăшсассăн пулăшма.
Шав хисеплеччĕр-ха тесе Хама,
Чылай çынна ăшпиллĕн каçаратăн.

Çут тĕнчере Турра ялан шанатăп,
Ĕненĕве чун-чĕрере упратăп.
Вăл пирĕн хÿтĕлĕх, пулăшакан,
Ун сăмахне ямастăп эп асран.

Ĕç-хĕлĕ йывăр çав хуралçăсен,
Вĕсем çавах çутăласса кĕтеççĕ.
Ман чун та çавнашкал: пулсан та терчĕ,
Пурнать Пĕр Хăй кăна хÿтĕлессе.

Эппин, Израиль Туррăмăра шантăр,
Пĕртен-пĕр ырăлăх ялан Унра.
Инкек-синкекĕ питĕ çулăхсан та,
Вăл çеç пире хăтарĕ пурнăçра.

Вăл çеç мĕнпур йĕркесĕрлĕхсенчен,
Тăшмансенчен е хирĕçÿсенчен,
Çылăхсенчен те сыхланма май парĕ,
Кунçулăмăра тĕрĕс йĕрпе ярĕ.

130-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă. Давидăн.

Эй, Турă, манăн куç çÿлтен пăхмарĕ,
Чĕрем хăйне хăй пысăка хумарĕ.
Тума пултарайман чылай ĕçе
Вăй çук пулсассăн пуçăнмарăм-çке.

Эп чунăмпа йăвашланмарăм-им-ха,
Лăплантармарăм-им ăшчикĕме?
Пепке кăкăр пăрахсанах йĕмест,
Халь хам та çавнашкал, курмастăр-им пач?

(Кашнийĕшĕ пĕр çăвартан çеç çурăр,
Асла ан хурăр хăвăр пуçăра,
Йăваш çын çулĕ-йĕрĕпе шав утăр,
Телей ан шырăр мăнкăмăллăхра. )

Израилĕмĕр Туррăмăра шантăр,
Ăна çеç хисеплетĕп ĕмĕрех.
Ун ирĕкне вăл пăхăнма пултартăр,
Вара тин канăç тупĕ тĕнчере.

131-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă

Эй, Турă, Давида аса илсем:
Çут тĕнчере епле вăл пит куляннă.
Хăвна кăна пĕрмай хисеплесе,
Ыр ĕç тăвас пирки çеç шухăшланă.

Хăй Турă хÿхĕм, çÿллĕ кермене
Куçса кайса часрах вырнаçтăр, тенĕ.
Çапла пĕр чарăнмасăр ĕмĕтленнĕ,
Çак тĕллеве пĕлтернĕ çынсене.

Вăл Унăн умĕнче кĕç сăмахланă,
Пĕчĕклетес темен чап-хисепне.
Иаковăн хăватлă Туррине
Тупа туса ак çакăн пек каланă:

«Турă валли çĕн вырăн тупиччен,
Пĕр Ун валли кермен хăпартиччен
Хам килĕмри чатăрăма кĕместĕп,
Иаков Туррине кÿрентерместĕп.

Тÿшек çине те улăхса выртмастăп,
Ним пулман евĕр ыйăха путмастăп,
Канăçăма çухатăп йăлт, çапах
Шыранине часах тупатăпах».

Эпир, ак, Ун таса арчи çинчен
Ефрафăра чух пуçласа илтсеччĕ.. –
Ăна кайран Иарим хирĕнче
Туйсассăнах чунран хĕпĕртесеччĕ.

Ун чух хĕн Курнăран Турра чĕнсе,
Вăл илтессе туйса тархасласаччĕ.
Йăпаннисем Пĕр Ун патне çитсен,
Пире, чăнах та, Вăл Хăй тăнласаччĕ.

Эппин, каяр-ха халь çак вырăна,
Хăйне кураймасассăн та, сăнар,
Ун Çурчĕ çывăхне çитсе тăрар та
Ури айне ÿксе шав пуççапар-ха.

Эй, Турăçăм, Санран ыйтма хăясшăн:
Эс хăвăн канлĕ вырăнна тăрсам,
Вăй-хăвату арчипеле, тархасшăн,
Эпир мĕн кĕтнине пурнăçласам.

Вара Сана сума сăвакансем,
Таса çынсемпеле священниксем
Тÿрĕлĕх тумтирне тăкăннăçемĕн,
Май тупĕç уççăнах хĕпĕртемешкĕн.

(Тÿрĕлĕх тумтирне тăхăннăçемĕн,
Вĕсем Эс панă заповедьсене
Халăхсене çуллен вĕрентнĕçемĕн,
Ыр пилÿпе час тупĕç телейне. )

Эй, Турă, Хăв çу сĕрнĕ çыннуна,
Давидăн сумлă ячĕпе ыйтасшăн,
Асăрхаман пекех ан тăр, тархасшăн.
Тивĕçлипе пĕлсе хакла ăна.

Пĕлтернĕ Ху: «Суйланă çыннăмпа
Давидпала, пит харсăр чурапа,
Пĕрле сăмах пĕтертĕм, тупа турăм,
Шанатăп-ха: çакна нихçан вăл тунмĕ.

Каланă Эсĕ: «Санăн ыр йăхна
Ĕмĕрсенче тĕрек парса тăратăп.
Упранăçемĕн аслă вырăнна
Влаçна ламран лама Хам куçаратăп.

Ывăлусем Эп хунă сăмаха,
Ырра вĕрентнине тытса тăрсассăн,
Ман пилĕме куллен пурнăçласассăн,
Ертсе çеç пырĕç шав патшалăха».

Сионăн тăрăхне суйларĕ Турă,
Ăна Вăл пурăнмалли вырăн турĕ.
Суйланă халăхĕ тăрăшнăран,
Керменĕ-Çурчĕ Ун хитре ялан.

Пĕлтерчĕ Хăй çапла: «Часах вырнаçăр
Çуртра тупатăп Эпĕ канлĕхе.
Кунтах юласшăн-ха ĕмĕрлĕхех,
Храм килĕшрĕ, ăна çеç юрататăп.

Çитсессĕн выçлăх çулĕсем сасартăк,
Сив вилĕмрен Эп çынсене хăтарăп.
Кашнин таса чунне, хĕн-хур килсен,
Çăлма пултарăп вăхăчĕ çитсен.

Эп уçă кăмăллă. Хам хушнинчен
Хăракансемшĕн Манăн хатĕр çимĕç.
Пĕлтернĕ сăмаха асилнĕçем
Тÿр чунлă çынсене нихçан та тивмĕп.

Вара Хама сума сăвакансем,
Таса çынсемпеле священниксем
Тÿрĕлĕх тумтирне тăхăннăçемĕн,
Май тупĕç уççăнах хĕпĕртемешкĕн.

Унтах, Давидăн сумлă йăхĕнчен
Эп Мăйрака (Çăлакана) ÿстерĕп.
Çу сĕрнĕ ăслă çыннăм умĕнче
Чĕнÿллĕ ăшă çуттăма чĕртетĕп.

Тăшманĕсем ун намăс-симĕс курĕç,
Кашнийĕшĕ типшар кăна тĕл пулĕç.
Суйланă çыннăмăн сăн-питĕнче
Хĕвел шевли çеç çунĕ темĕнччен.

132-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă. Давидăн.

(Эп лайăх виç ене пит кăмăллатăп,
Çынсемшĕн, Турăшăн вĕсем сумра.
Мĕн-ма тесен, кашни савать ырра,
Кашнийĕнче таса хăват куратăп.

Вĕсем çаксем: тăванлăхшăн çунни,
Ăшпиллĕхе савни е ĕненни,
Арçынпала хĕрарăм килĕшÿллĕн
Пĕр çăвартан сурни паян е ÿлĕм. )

Тăван тăванпала пĕрле пулсан,
Килĕштерсе çеç пурăнсан пит лайах.
Алран-алла тытса мала утсан,
Илемленет умри тĕнче, малашлăх.

Пĕрле пулас тени вăл Ааронăн
Пуçĕ çинчен сухал çине, кайран
Чи хаклă çу тумтир арки таран
Юхни пекех, ыр шăрш кăларнăн чуншăн.

Çут сывлăмĕ Сионăн çывăхне
Ермон çинчен куллен ÿкни те — туслăх.
Çав ту çинче ăшпиллĕн Аслă Турă
Ĕмĕрлĕхе çĕкленĕ пурнăçне.

133-мĕш псалом

Улăхнă чухнехи юрă

Эй, Турă чурисем, хĕвел ансассăн,
Ун Çуртĕнче пĕрле пуçтарăнса,
(Е Çурчĕн картишне кĕрсе тăрса,
Кашнийĕшĕ Ăна çеç мухтасамăр. )

Аллăрсене храм еннелле тăсса,
Эсир Туррăмăра хĕрÿллĕн мухтăр.
Вăл сирĕн умăрта ялан таса,
Ун ячĕ ĕмĕрех пит чаплă пултăр.

Пĕлĕтпеле çĕре Пултаракан
Сион çинчен пил парĕ Хăй ялан.
Вара часах ĕмĕтĕр çитнине те
Туйма пуçлатăр хăвăрах ĕретлĕн.

134-мĕш псалом

Аллилуия

Эй, Турă чурисем пуçтарăнса
Эсир халь Ун ятне хĕрÿллĕн мухтăр,
Вăл сирĕн умăрта ялан таса,
Вăл сирĕн умăрта пит чаплă пултăр.

Çут керменне хĕвел анса ларсан,
Е Çурчĕн картишне кĕрсе тăрсан,
Ăна ыр кăмăлпа мăнаçлăн мухтăр,
Чунтан савса илемлĕ юрă юрлăр.

Туррăмăра çеç мухтăр: Вăл пит ырă.
Туррăмăрăн таса ятне çеç ырлăр.
Ăна аслăлăр: юрлани аван,
Çĕн кĕвĕпе çын хĕпĕртет ялан.

Иакова Вăл Хăй валли суйланă,
Манпа пĕрле пулан, тесе каланă.
Израиль те, танлаштарсан, куран:
Ытти халăхсенчен урăхларах.

Çакна та пĕлтĕм эпĕ: çĕр çинче
Кирек хăш вăхăтра та Турă аслă.
Çут тĕнчери мĕнпур турăсенчен
Вăл çеç, Вăл çеç кашнийĕнчен мăнаçлă.

Вăл, çÿллĕ пĕлĕтрен те аякра
Вырнаçнăскер, тăвать ялан пурне те,
Хăех тинĕссенче те, çĕр çинче те
Е уçлăхра хуçаланать вăрах.

Шур пĕлĕт хăпартать çĕр хĕрринчен
Е çумăр çунă чух ялтрать, ав, çиçĕм.
Пĕр Хăй çеç палăртнă вырăнсенчен
Çил кăларать, хушать; вăйăра виçĕр.

Суйланă халăхне хисеплесе,
Ăна пулăшмаллах, тесе вăй хунă.
Анчах çынсем пачах итлемесен,
Тÿрккеслĕхне кура хăйсем шар курнă.

Египетра малтан çуралнисем,
Ытла та çамрăк пепкесем час вилнĕ.
Пуян çынсен килти выльăхĕсен
Кĕтмен çĕртен кăнса выртмашкăн тивнĕ.

Египет, аса ил: çĕрÿ çинче
Хăюллăн Хăй кăна Вал хуçаланнă.
Фараонпа тарçийĕсем кĕçех
Ун хăватне, паллисене сăнанă.

Нумай халăхсене, вĕсен çарне
Туррăмăр çĕмĕрсе тăкма пултарнă,
Ют ăрусен патвар патшисене
Çынсем пĕлмен вăйпа йăлт пăхăнтарнă.

Аморрейпе Васан ертÿçисен,
Сигонпала Оган патшийĕсен,
Ханаан çĕрĕнчи пур тарçăсен те
Пĕтме тÿр килнĕ пит тÿрккес ĕçсемшĕн.

Вара Вăл Хăй суйланă халăхне
Çак тăрăхри пуян çĕре пилленĕ:
Кунта эсир халь пурте çулленех
Мана аса илсе юп курăр, тенĕ.

Эй, Турăçăм, мухтавлă ыр яту Сан
Вăл упранать чун-чĕрере ялан.
Чапу ламран лама шав куçнăран,
Çынсем Хăвна кăна асилĕç туслăн.

Суйланă халăхне суд тăвĕ Турă,
Чурисене хĕрхенĕ те, вара
Вĕсем улшăнакан саманара
Хăйсем мĕн кĕтнине куллен-кун тупĕç.

Суя тĕне хисеплекен çынсен
Туррийĕсем — ахаль кĕлеткесем.
Кашнийĕшне этем хăй ăсталанă,
Тем-тĕрлĕ ылтăн-кĕмĕлрен шăратнă.

Вĕсен чĕлхи-çăварĕ пур, анчах
Калаçаяс тесен те пуплеймеççĕ.
Илемлĕ куçĕсем те пур, çавах
Умра мĕн тăнине пач тĕсеймеççĕ.

Кашнин вырăнĕнчех хăлхийĕсем,
Çапах та пурĕпĕр нимскер илтмеççĕ.
Сăмсийĕсен усси пач çук, вĕсем
Тем тĕрлĕ шăршăпа киленеймеççĕ.

Çумри аллийĕсем хыпашлаймаççĕ,
Урисемпе чиперрĕн утаймаççĕ.
Çăварĕнчен сăмах тухайманран,
Вĕсем тăраççĕ пĕр тĕлте ялан.

Эппин, кĕлеткесен хуçийĕсем —
Кашнийĕшне сума сăвакансем,
Хăйсем те çавсем евĕр ĕмĕр пулччăр,
Хăйсем те катемпи пек юлччăр пурте…

Израиль килĕ, Туррăмăра мухтăр,
Аарон çурчĕ, Туррăмăра мухтăр.
Левийĕн килĕ, Туррăмăра мухтăр,
Эй, Турă чурисем, Турра çеç мухтăр!

Иерусалимре Пурăнакан
Сион çинче тăнипеле мухтавлă.
Ытла илемлĕ чаплă вырăнтан
Пăхать çынсем çине Вăл пит мăнаçлăн.
Аллилуия.

135-мĕш псалом

Аллилуия

Турра аслăлăр çутă тĕнчере:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Турăсен Турри çеç шав хисепре:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Пуçлăхсен Пуçлăхĕ Вăл тĕнчере:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Пĕлĕтсене пултарнă Вăл хитре:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Тĕреклĕ лартнă шыв çинче çĕре,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Çут çăлтăрсем пултарнă тÿпере:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Сар уйăхĕ пулнишĕн ирĕкре
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Хĕвелĕ пăхтăр тенĕ тĕнчере;
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Шар курнă ачасем Египетре:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Израиле хăтарнă инкекрен,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Ăна Вăл ирĕк панă тĕнчере,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Ик пай Вăл тунă Хĕрле тинĕсрен,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Израиле çул панă Хăй тÿрех:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Фараон çарĕ пĕтнĕ тинĕсре,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Патшалăхсем арканнă тĕнчере,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Илсе Вăл тухнă халăхне хире,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Вилме çеç тивнĕ патшасен тÿрех,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.
Сигонсăр тăрса юлнă Аморрей,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Васан патши Ога час пĕтнĕрен,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Вĕсен мулне Вăл Хăй пилленĕрен,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Израиле Хăй панă çак çĕре:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Халсăрлансан асилнĕччĕ пире:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Хăтарнă Вăл тăшмансенчен, хĕнрен,
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Пур чĕр чуна апат Хăй çитерет:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Пĕлĕтсен Туррине мухтар хитрен:
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре!

136-мĕш псалом

Давидăн

Вавилон шывĕсем патне тухсан,
Сион пирки сăмах-халлап пулсан,
Лара-лара йĕреттĕмĕр кашнийĕ,
Касаматра шав пурăннишĕн нишлĕн.

Арфăсене шыв хĕрринче вырнаçнă
Хăвасен тăррине çакса хурсан,
Ыйтаттăмăр эпир пăшăрханса:
Çаплах нуша куратпăр-шим ир-каçăн?

Инкек кăтартакан çынсем хушатчĕç,
Пире кăштах хавасланма ыйтатчĕç.
Калатчĕç: юрлăр савăк юрăсем,
Шăранччăр халь Сионăн кĕввисем:.

Чи Аслă Туррăн çепĕç юррине
Кунта епле юрламалла-ха пирĕн?
Куллен чăтатпăр-çке кашнин тертне,
Кун пек кулма вĕсен пурах-ши ирĕк?

Эй, Иерусалим, çут тĕнчере
Сана эп айван пек манас пулсассăн,
Ман сылтăм алă уйрăлтăр тÿрех,
Татăлса ÿктĕр ÿт-пÿрен васкавлăн.

Пурнăçăмра Сана асран ярсассăн,
Иерусалима ыттисенчен,
Шав палăртса тăрса мухтамасассăн,
Чĕлхемĕм юлтăр пырăн тĕпĕнчех.

Эй, Турăçăм, Едом: ывăлĕсен
Иерусалимăн арканнине йăлт,
Епле çунса вăл ишĕлнисене те
Пĕлме май пултăрччĕ мехел çитсен.

Асилÿре сăнла хура куна:
Вĕсем ун чух епле хыт иртĕхетчĕç.
Çĕмĕрĕр тĕпренех çак хулана,
Тесе тăшмансене пит хĕтĕртетчĕç.

Эй, Вавилонăн мĕскĕн хĕрĕ, Эсĕ
Хăвна часах шар кăтартассине
Кĕтсе илетĕнех ак, ма тесессĕн,
Ун чух хапсăннăччĕ çын телейне.

Сана тивĕçлипех тавăракан,
Ачу-пăчусене тÿрех, шеллевсĕр
Çав çын чулсем çумне çапать пулсан,
Вăл çутă тĕнчере тупать тивлетлĕх.

137-мĕш псалом

Давидăн

Эй, Турă, эпĕ халь чунтан-вартан
Сана ангелсен умĕнче мухтатăп.
Тем тĕрлĕ хăватна сăнатăп та
Ятна сума суса аслăлататăп.

(Эс ман чĕлхе-çăвар каланине,
Хăвна куллен-кунах ырланине
Пÿлсе тăмарăн: илтрĕн-çке пурне те
Шап çавăншăн Сана эп хисеплетĕп. )

Çут Керменне курсассăн, пуççапатăп.
Таса Ятна-сумна, ырăлăхна
Ху çеç тума пултарнă чăнлăхна
Пурнăçăмра аслăласа тăратăп.

Хăвна çеç пÿрнĕ ырă сăмахна
Эс ятунтан та çÿлерех çĕклерĕн.
Ăна чапа кăлартăн, хисеплерĕн,
Эппин, мухтасчĕ ĕмĕрех Сана.

Эп тархасланă кун, пит йăлăнсан,
Пурне те илтрĕн-çке, пÿлес темерĕн.
Чун-чĕреме вăй патăн, çĕклентертĕн,
Каймарăн аякка мăна хурса.

Эй, Турă, çĕр çинчи пур патшасем
Каланă сăмахусене илтсен,
Сана çеç аслăлĕç куллен хаваслăн,
Таса ятна шав ырăлĕç мăнаçлăн.

Туррăмăрăн мĕнпур çул-йĕрĕсем,
Мухтавĕ те пит пысăк-çке тесе,
Хăпартланса çĕн юрă шăрантарĕç,
Тавралăха чаплăлăхна çеç сарĕç.

Кăсăкланса ыйтатпăр çапларах халь:
Çут тĕнчере Унран кам вăйлăрах-ши?
Вăл — аслă, инçетре çÿлте пурнать,
Йăваш этемсене сăнать, паллать.

Вăл ырă çыншăн ĕмĕр-ĕмĕр лайăх,
Тÿрккессисемшĕн — яланах усал.
Кам хĕн курать, çавна пĕрмай çăлать те,
Чакать вăра мăнкăмăллин вăй-хал.

Енчен те эп утсан синкерлĕх витĕр,
Мана чĕртен, парса тăратăн витĕм.
Пит вирлĕн çапăçсан тăшманăмпа,
Çăлатăн Хăвăн сылтăм аллупа,

(Ыр çыннăн урине Пĕртен-Пĕр Турă
Тĕреклетсех тăрать, ан кур, тет, хурлăх.
Пит кăмăллать Вăл унăн çул-йĕрне,
Сĕнет ялан ăшпиллĕн вăй-халне.

Ÿксен те тÿрĕ çын нихçан йăванмĕ,
Мĕн-ма тесен, ăна Хăй пулăшать.
Пĕтмен-ха, тет, чун-чĕрÿнте çут шанчăк,
Вара этем синкерлĕхрен тухать. )

Ман ĕçĕме Вăл Хăй туса çитерĕ!
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре.
Эй, Турăçăм, кĕрешÿре çĕнтерччĕ,
Мăнаçлантар çут тĕнчере пире.

138-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ,

Эй, Турă, манăн кунçула сăнарăн,
Ăна мĕнпур енчен пĕлсе хакларăн,
Чăнах та, Эсĕ йăлт курса тăран,
Чăнах та, Эсĕ витĕр асăрхан.

Хăçан эп ларнине тата ăçта
Кампа тĕл пулнине пĕлетĕн лайăх.
Канăçăма манса мĕн шухăшлатăп,
Çавна та Эс куратăн-çке йăлтах.

Утатăп-и, канатăп-и, пурне те
Тĕпчевлĕ куçупа Хăв тĕрĕслетĕн.
Кунçулăм ман иртет Сан умăнтах,
Ăна тĕсетĕн лăпкăн яланах.

Сăмах чĕлхе вĕçне çитичченех
Пĕлсе тăратăн-çке Эс пĕтĕмпех.
Пултарнă йĕркÿсем, хушса тăни те
Чуна пĕрмай кÿреççĕ ырă витĕм.

Эй, Турăçăм, малтан та, хыçалтан та
Ÿт-пĕвĕме хупăрласа тăран-çке.
Тытатăн аллуна пуç тĕлĕнче,
Мĕнпур улшăнăва сăнан веçех.

Эс пултарни тĕлĕнтерет мана,
Ăс-хал çитмест пĕлме вăй-хăватна.
Эп Сак Сывлăшунтан ăçта-ха кайăп,
Сан умăнтан хăш еннелле тăрайăп?

Енчен те улăхсан пĕлĕт çине,
Унта Сана кирек хăçан куратăп.
Анса каяс пулсан та çĕр тĕпне,
Унта та Хăвăнпах эп тĕл пулатăп.
Сĕм-тĕттĕмлĕх пытармĕ-ши мана
Хĕвел çути куç умĕнчен кайсассăн?
Çапла иккĕленсе ыйтма хăйсан та,
Çак ĕмĕт пушă пулĕ яланах.

Сан куçусем этемĕн уттине
Ытла та вичкĕннĕн пĕрмай сăнаççĕ,
Сукмак епле-ха ун, курса тăраççĕ,
Кайран пĕлсе хаклаççĕ вĕсене.

Йĕркесĕр çын улах çĕрте пулсассăн,
Пытанăп Турăран, тесен, тÿрех
Чи вăрттăн вырăна та Эс васкавлăн
Хуçа пулса алхапăллăн кĕрен.

Мĕн-ма тесессĕн, тĕттĕм-и е çутă,
Каç пулнă-и, хĕвел сапать-и çулăм?
Кирек хăш вăхăт—Саншăн пурпĕрех,
Пурне те Эс курса тăран веçех.

Хăвах кĕлеткене ÿтпе-тирпе
Тумлантарсан, ĕçне час вĕçлемен-ха.
Ăна шалтан шăнăр-шăмăсемпе
Тĕреклетсен, каланă: эс çÿре халь.

Куллен-кун ырлăхна кăтартнă май,
Шăпу телейлĕ пултăр, тенĕ, савăк.
Кунçулăма та пĕлнĕ упрама,
Шăп çавăнпа эп пурăнатăп лайăх.

Сан ыр ятна пĕрмай аслăлататăп,
Мĕн-ма тесен, Хăв çеç мана пултарнă.
Шухăшласан: мĕнпур ĕçÿсенчен
Кирек хăçан çын тĕлĕнет куллен.

Унччен асап курни те кирлĕ пулчĕ
Йĕркÿсене алла эп илнĕрен.
Инкек пырса çапсан, вĕрентнĕрен
Вĕсем чунра яланлăхах халь юлчĕç…

Çил ачисем чупса çÿренĕçемĕн
Ăçта çитеççĕ-ши? Çын чухлаймасть…
Шăп çавăн пек варта выртан этемĕн:
Пуласлăхне никам та калаймасть.

Мана Эс вăрттăн çĕрте тунă чух,
Аннем ăшĕнче тĕвĕленнĕ чух,
Пулас кĕлеткене те, сăн-пите те
Яр-уççăн Хăв çеç курнă-çке ĕретлĕн.

Сан куçусем кунçул пуçламăшне,
Епле эп пуласса йăлт пĕлнĕ, туйнă.
Утса çÿрес кунăмсене Эс курнă,
Пит тĕплĕн çырнă Кĕнекÿ çине.

Тахçан мĕн пулнă, çавă ĕнтĕ паллă,
Этемĕн малашне епле пуласлăх,
Пурне те Эс пĕлен танлаштарма,
Ăс-халупа виçме, йăлт ăнкарма.

Эй, Турăçăм, шухăшусем паха-çке,
Вĕсем çут тĕнчере чăн-чăн ахах пек.
Кунçулĕ питĕ хăвăрт шунă чух,
Этем чылай ĕçе тавçăрас çук.

Кашнийĕшне шут шăрçине шутласшăн,
Весем хăйăр пĕрчинчен ытларах.
Ыйха путсан та е тăрса ларсассăн,
Кирек хăçан та Эсĕ ман çумрах.

Суйса калаçакансене Пĕтерччĕ,
Вĕсем сĕнме хăяççĕ шав синкерлĕх.
Юн тăкакансенчен, ултавçăран
Эп йĕрĕнетĕп пурнăçра ялан.
Вĕсем Сана хирĕçлеме хăяççĕ,
Каварлашса начар хыпар сараççĕ.
Тăшманусен чĕлхийĕсем çинче
Ытла та кирлĕ мар шухăшсем çеç.

Эй, Турăçăм, Хăвна усал сунса
Пурăнакансене асăрхасан,
‘”Епле чăтса тăрас ним пулман евĕр, —
Епле иртсе каяс пач хирĕçмесĕр?

Çав катемписене пит кураймастăп.
Кам юратмасть Сана, вăл ман тăшман.
Усал çын ман çумма çыпăçаймасть-ха,
Çурт-йĕрĕме те варлас çук нихçан.

Çылăхăма пытарас шухăш çук-ха,
Тен, эп тахçан çÿренĕ питĕ шуххăн?
Енчен те айăпа пула çынсем
Инкек-синкек е мăшкăл çеç туссен,

Вĕсем Кашнийĕш тĕрĕслĕх шыраччăр,
Мана тÿрĕлĕх виçипе хаклаччăр.
Эп айăплă пулманнине вара
Чи Аслă Турă Хăй калать кайран.

Эй, Турăçăм, эппин, мана сăна,
Мĕнпур енчен тĕрĕслесем чуна,
Шухăшăма йăлт ăнланса сирсемччĕ,
Чурун хутне те яланах кĕрсемччĕ.

Хăш чух иккĕленсе çапла ыйтатăп:
Тен, Эпĕ пурнăçра пит йăнăшатăп?
Эппин, мана Эс ĕмĕрлĕх çулне
Кăтартса тăрччĕ ăшшăн кулленех.

Эй, Турă, кăмăллă пулма вĕрент.
Ăс пар хÿтĕленме айвансенчен.
Хăв çеç пилленĕ сукмакпа утасчĕ,
Тăшмансенчен нихçан та хăрас марччĕ.

139-мĕш псалом

Псалом. Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Давид псаломĕ

Эй, Турăçăм, мана усал çынран
Хăв хÿттÿне илсе, часрах хăтарччĕ.
Хĕсĕрлекен ним уямасть нихçан,
Сăлтавсăр йĕрлесрен, эппин, сыхлаччĕ.

Вĕсем начар шухăшпала пурнаççĕ,
Вăрçас тесе кăна тапаçланаççĕ.
Сивлеççĕ куллен-кун тăнăçлăха,
Инкек-синкек кÿреççĕ халăха.

Чун-чĕринче тасалăх, чăнлăх çук.
Карланкисем, ав, уçă тупăк майлă.
Йăпăлтатса çеç пакăлтатнă чух,
Ăшĕсенче пытарăннă усаллăх.

Хаяр çилли çĕлен сĕлеки пек,
Чĕлхисен вĕçĕнче палăраççех,
Е аспид евĕр илтмĕше переççĕ,
Айăпсăр этеме сăхма пĕлеççĕ.

Эй, Турăçăм, усал çын аллинчен
Мана хÿтĕлесе тăрсам куллен.
Хĕсĕрлес текенсем ура хураççĕ,
Такăнтарас пирки çеç шухăшлаççĕ.

Мăна хуракансем серепесем,
Мăйкăчăсем те хатĕрлесе хучĕç.
Утас çулсем çинче танатисем
Такăнтарса мана пÿлесшĕн пулчĕç.
(Усал шухăшне улăштарманран
Хăйсем пĕр-пĕринпе шав канашлаççĕ.
Тÿрккесленсе пĕрмай пакăлтатаççĕ:
«Ĕçĕмĕре йăлт чухлаймасть тăшман. »)

Турра каларăм эп: мана илтсемччĕ,.
Йăлăннă сассăма йăлт итлесемччĕ.
Сана кăна пит ÿкĕтлетĕп халь,
Хута кĕрсе парсамччĕ Эс вăй-хал.

Эй, Туррăм, Туррăм, çăлакан хăватăм,
Мана Эс вăрçă кунĕсем çитсен,
Синкерлĕхрен куллен-кун! хăтараттăн,
Хăвна çеç тав тăватăп чĕререн.

Эй, Турăçăм, усал çын ĕмĕтне
Йăлт путлантар. Пĕтер вĕсен йышне.
Мĕн-ма тесен, кунçулĕ пит ăнсассăн,
Кашнийĕш пурăнĕç каппайланса çеç.

Тÿрккес этем, ав, тÿрĕ мар ĕçе
Пуçларĕ те усаллăхне çуратрĕ.
Кÿлепине чир-чĕр тултарнăçем
Кĕçех вăл кунçулне хăй йывăрлатрĕ.

Чăнах та, çын чĕлхи пит шăртлăран
Пуçа çиме пулать кирек хăçан та.
Эппин, ырăлăха уяманран
Тăшманăмсен çухалтăрччĕ ыр шанчăк.

(Вĕсем çине, мехел çитсессĕнех,
Вут-çулăмна е кÿкĕрт çумăрне
Пĕр шеллемесĕр, Турăçăм, юхтар Эс,
Усал çынсен йышлантăрччĕ типшар çеç.

Вĕтелесе илекен çил, самум та
Тÿрккессисен пĕрмай курассиех.
Мĕн-ма тесен, шăпи кашнийĕн сумсăр.
Эппин, вĕсем: ÿкейччĕр çĕр тĕпнех. )

Усал чĕлхеллĕ çыннăн çук тĕрек.
Вăл çĕр çинче пĕрмай хуçаланаймĕ.
Ана, хĕсĕрленишĕн, тĕнчерен
Яланлăхах пĕтмешкĕн илсе кайĕç.

(Çапах та мĕскĕннĕн пурăнакан
Тăрса юлаймĕ манăçа нихçан.
Ытла та чухăннин шанса тăни те
Ахаль пулмасть, ĕмĕтленни ун çитĕ. )

Пĕлетĕп эпĕ: хĕн куракана,
Çитсессĕн вăхăт, Турă Хăй суд тăвĕ.
Пит юрлă пурăннишĕнех ăна
Тивĕçлине Вăл хаклă, сума çăвĕ.

Çапла! Тур кăмăллă çынсем Сана
Аслăласа çеç тăрĕç яланах,
Хăв умăнта айăпĕсем пулманшăн,
Вĕсем пурăнĕç ыр курса сăпайлăн.

140-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Эй, Турăçăм, Сана эп тархаслатăп:
Чуру патне Эс халĕ васкасам.
Ман сассăма та итлеме ыйтатăп,
Ана ăшпиллĕн, лăпкăн тăнласам.

Фимиам курăкĕ пек пултăр кĕллĕм,
Çÿле çĕкленĕ аллăм та, хăех
Курăнтăр пуснă сурăх евĕрлех,
Ăна Сана параттăмччĕ каçкÿлĕм.
Эй, Турăçăм, чĕлхе-çăварăма,
Ун алăкне сыхланине Эс пĕрмай.
Чун-чĕрене хытартăм эп, каларăм:
Ырри пирки усал сăмах сармарăм.

Чее этемлĕхе ан çывăхлат,
Унран аяккарах мана тăрат.
Кăмăлăма хытарччĕ, ма тесессĕн,
Эп çав çынна нихçан килĕштерместĕп.

Çылăхлисем ялан тÿрре тухасшăн,
Акчах хăйсем йĕркесĕр ĕç тăвасшăн.
Вĕсен ытла та тутлă апатне
Астивсе марччĕ манăн ĕмĕрне.

Усал çынсен хăрушă ĕмĕтсем,
Шар кураççех ак çакăншăн хăйсем…
Эппин, ултавлă сукмакран тармашкăн
Эс пулăшсам мана Хăвах, тархасшăн.

Тÿр çын кăтарттăр хĕн, вăл чуншăн —ырă.
Питлетĕр — ку та лайăх, çу пекех.
Пуçа сиен кÿмеççĕ вăрçнипех,
Таса этем нисан та çунмĕ хурлăх.

Итлес пулсассăнах, ăсчах сăмахĕ,
Чăнах та, ылтăн ункă пек, ахах пек.
Эп хам та çавнашкал, кĕллĕмсенче
Пит хирĕçлетĕп кирлĕ мар ĕçе.

Çав пуçлăхсем — усал сунакансем
– Чул ту хушшисене кĕрсе çухалчĕç.
Кĕлтунине илтеççĕ-ха вĕсем,
Сăмахăмсем çу пек çемçе-çке халь ман.

Пач урăхла тăшманăмсен ĕç-пуçĕ.
Пире, çĕре тĕпретнĕ евĕр, уççăн
Касса турасшăн. Тамăк çăварне,
Кăшт тăрсанах, пересшĕн утсене,

Эй, Туррăм, Сан çинче ман куçăм,
Пăхатăп Хăвна çеç пĕрмай шанса,
Юлать-ши ĕнтĕ хур курмасăр пуçăм?
Чуна, тархасшăн, Эс ан пăрахсам.

Мана валли тесе хурса хăварнă
Тем тĕрлĕ танатисенчен сыхла.
Йĕркесĕр ĕç тăвакансем çапла
Ялан ура хурасшăн пит хаяррăн.

Енчен те шăтăксем алтсан вĕсем,
Вĕсен тĕпне ÿкеççĕ-çке хăйсем.
Пит вăрттăн карнă серепесем урлă
Каçса каятăп эп, тĕл пулмăп хурлăх.

141-мĕш псалом

Давид вĕрентни.
Унăн ту шăтăкĕнче чухнехи кĕлли

Турра пит тархасларăм йăлăнса,
Тăнлатăр, терĕм, Вăл халь ман сасса.
Хам пытанса ларсассăн та кĕлтурăм,
Кĕç-вĕç çăлăнăç килессе эп туйрăм.

Пуплерĕм: Хăвăн чуруна илтсем,
Сăмах-хыпарăма йăлт итлесем,
Çитинччĕ Сан патна куляннă сасă.
Калаçрăм питĕ шăппăн, чарăнмасăр.

Халран кайсан та, сывлăш пÿлĕмсен те,
Эс ман çула пĕлеттĕн пит аван.
Тăшманăм урăхла — тăвать кавар,
Ÿт-пĕвĕме кÿресшĕн вăл сиен çеç.
Ун çыннисем тÿрех серепесем,
Мăйкăчăсем те хатĕрлесе хучĕç.
Утас çулсем çинчи танатисем:
Такăнтарса мана пÿлесшĕн пулчĕç.

Сылтăм енне пăхатăп çаврăнса:
Хама паллакана пачах курмастăп.
Шанатчĕ чун хÿтĕлĕх тупасса,
Анчах та шел — ăна тĕл пулаймастăп.

Кам çылăхсăр, çавна пит юратмаççĕ
“Ытла та хытă кăмăллă çынсем.
Шăп çавăнпа кĕтетĕп эп хальхаççăн
Пĕр Эсĕ çеç мана хĕрхенессе.

Чуна Пĕр Эсĕ çеç тивĕçтеретĕн:
Пуянлăхна, ĕçме-çиме сĕнетĕн.
– Паратăн тăнăçлăх, сÿнми телей,
Пурнăçăма ăшпиллĕн йĕркелен,

Эй, Турăçăм, Сана эп тархасларăм,
Эс манăн хÿтĕлĕх тесе каларăм.
Тарса каяс тесен, çын хушшинче
Кĕтес тупатăпах çĕрÿ çинче.

Йĕрсе йăлăннине йăлт итлесемччĕ,
Хама хăвалакансенчен хăтар.
Вĕсем манран пит вăйлине сиссемччĕ,
Халтан кайнăскере часрах ал пар.

Шанатăп çирĕп: пит тархасласассăн,
Шелленĕ май ÿт-пĕвĕме сыхлан.
Эппин, чунăма тĕрмерен кăлар,
Сана ирĕкре чух эп аслăласшăн.

Вара мана ырăлăх кăтартсан,
Усал вăя умран сирсе ярсан,
Пуçтарăнĕç çумра тÿрĕ çынсем çеç,
Мĕн кирлине йăлт тăвăп ĕçÿсемшĕн.

142-мĕш псалом

Давид псаломĕ (ăна хăйĕн ывăлĕ
Авессалом хăваласа çÿренĕ чухнехи. )

Эй, Турă, манăн кĕллĕме илтсем,
Йăлăннине Хăв хăлхуна чиксем.
Çитинччĕ Сан патна эп йĕнĕ сасă,
Тÿрĕлĕхне кура Эс тăнласамччĕ.

Асăрхасан умри айăпсене
Пит çилленме ан тăрăш кулленех.
Хăвна чунтан парăннă чурусем те
Тÿрре тухаймĕç-çке, çакна сиссемччĕ.

Ашпиллĕхÿ ан чактăрччĕ чурушăн
Ун умĕнче ан пултăрччĕ хăрушлăх.
Хăв çеç пултарнă ыр йĕркесене,
Вĕреннĕ май, сисем пĕлÿ вăйне.

(Турăпала пит тавлашас тесен те,
Этем Ана çĕнтереймест нихçан.
Ăс-хакăлĕ пĕрмай улшăннăран,
Хирĕçлетмест пин сăмахран пĕрне те.

Мĕн-ма тесен, Вăл ăслăран та Аслă,
Çут тĕнчере вăйлисенчен те Вăйлă.
Унпа тупăшакан çын пур-и-ха,
Çав çын тупать-им тăнăçлăх, вăй-хал?

Курса тăрать-çке Турă пит аван:
Кирек мĕнле чĕр чунăн пур-çке çылăх.
Этем Унпа епле-ха пултăр çывăх
Айăпĕнчен хăй татăлаймасан?

Хĕрарăм варĕнче çуралнăскер,
Ăна пула ÿтне вăрланăскер,
Çут тĕнчере хăш вырăнта тасалтăр,
Çав кăлтăкшăн ăçта тÿрре тухайтăр?

Ахаль çын Турăшăн кăпшанкă çеç,
Ывăлĕсем кĕвĕпеле танлаш ĕç.
Алла илсен те тĕрлĕрен ĕçе,
Унпа вĕсем нихçан та тупăшаймĕç. )

Тăшман хăваласа çÿрет чуна,
Пурнăçăма çĕре таптаса кÿртрĕ.
Вилсе выртма çеç пÿрнĕ пек мана
Сĕм-тĕттĕмре нушаланмалла турĕ.

Ăшчик вăрканăран пит кулянатăп,
Инкек-синкек умри çула пÿлет.
Чĕрем сиксе тухас пек эрленет,
Ÿт-пĕвĕмрен таçта тарать хăватăм.

Аваллăхăн шăв-шавлă вăхăтне,
Хыçа ăсаннă чаплă кунсене,
Сан ырă ĕç-хĕлне умра куратăп,
Çав иртнĕ ĕмĕрсем пирки шутлатăп.

Куллен тархасласа тилмĕрнĕ чух,
Çурту енне алла кăнтарнă чух,
Хура çĕр шывсăр типсе çитнĕ евĕр,
Пĕр Саншăн çеç çунатăп эп тĕллевлĕп.

Эй, Турăçăм, тĕрекĕм, ман хăватăм,
Чĕнмесĕр ан тăрсам, чунтан ыйтатăп,
Эс шăплансан, пуçлатăп кулянма,
Çĕре кĕрекенсем пекех хама туйма.

Эй, Турăçăм, кăтарт çулусене,
Курса тăрасчĕ манăн вĕсене,
Çут тĕнчере Сана шанса пурнатăп,
Чунпа Пĕр Сан патна çеç туртăнатăп.

Илтме май пар ырăлăху çинчен,
Хăтар çиллес, хаяр тăшмансенчен.
Хăв çеç палăртнă сукмакпа утасчĕ,
Усал вăйран нихçан та хăрас марччĕ.

Эй, Турă, кăмăллă пулма вĕрент,
Ăс пар хÿтĕленме айвансенчен.
Пит ырă çул-йĕрÿ çине тăрат та,
Вара эп Сан патна часах пыратăп.

Пурнăçлама вĕрент Хăв ирĕкне:
Эс манăн Турă, ăс пухăн чиперрĕн.
Сан сывлăшу тÿрĕлĕхĕн çĕрне
Ертсе пыринччĕ яланах ĕретлĕн.

Эй, Турăçăм, чĕртсемччĕ Хăв ятушăн,
Çут тĕнчери таса çут чăнлăхушăн.
Инкек-синкерлĕхрен чуна хăтар,
Ăна Касаматран часрах кăлар.

143-мĕш псалом

Давидăн. (Голиафа хирĕç. )

Мухтавлă Турă ăс-халне сĕнет:
Сан аллусем вăрçма та пĕлччĕр, тет.
Хул-çурăмсем вара тĕрекленеççĕ,
Тăшман енне кĕç ухăсем вĕçеççĕ.

Вăл манăн ырăлăхăм, манăн хÿттĕм,
Тарса пытанмалли кĕтес Вăлах.
Ÿт-пĕвĕме хăтараканăм ÿлĕм,
Шанатăп Ăна çеç эп яланах.

Халăхăм хам енне çаврăннине те,
Хисеплес туйăмĕ вăйланнине те
Пуçларăм ăнкармашкăн эп куллен,
Çаксем çуралчĕç унăн пилĕнчен.

Эй, Турăçăм, мĕне кура хаклатăн
Ахаль çынна Эс çутă тĕнчере?
Ирсеренех пер ун патне пыратăн,
Ăна чысламалла-им Сан тÿрех?

Кирек хăçан Хăв асăнтан ямастăн,
Утса тухас çулне-йĕрне сăнатăн.
Пĕлесшĕн эп: этемĕн ывăлне
Ма хисеплетĕн-ши Эс кулленех?

Вĕçсĕрлĕхре çын ĕмĕрĕ кĕске-çке, –
Кунçулĕ те шит тăршшĕ чухлĕ çеç ун.
Этем чăнах та, пурăнсан паян,
Мĕлкин палли те ун юлмасть ыран.

Е вăл вĕрсе хăпартнă сывлăш евĕр,
Кăшт çеç палăртаять-çке хăй сумне.
Пуянлăхĕ кама юлассине
Сисмест те, пурăнать нимскер пĕлмесĕр.

(Çут тĕнчене килет те çын каять,
Анчах вилсен унран мĕскер юлать?
ĕçĕпеле хисепĕ пур-и унăн,
Е чун-чĕри усаллăхпа çеç тулнă?

Чăнах, этем чечек пек çуралсассăн,
Каярахпа типсе ларать, çĕтет.
Мелке куç умĕнче шуса çухалнăн,
Кунçул та шăп çапла час вĕçленет. )

Эй, Турă, Пĕлĕтÿсене антар,
Çĕр еннелле вĕсене тайăлтар.
Мăнаçлă тусене сĕртĕннĕçемĕн,
Ялтравлă çиçĕмне вĕçтернĕçемĕн.

Ту ăшĕнчен вут-çулăм, тĕтĕм тухтăр,
Ĕçĕ-хĕлÿ сан савăнмалăх пултăр.
Уххусемпе пĕрмай персе тăрса,
Хура вăя тăрсамччĕ пăлхатса.

Çÿлтен Хăв аллуна тăсса парса,
Синкерлĕхрен мана часрах хăтарччĕ.
Ют этемсем ытла та хăмсарсан,
Вĕсен хаяр танатинчен çăлсамччĕ.

(Çынсен куççулĕ, çырмари шыв пек,
Пĕр чарăнмасăр ир те каç юхать-çке.
Питех те йывăр пурнăç çитнипе
Йĕри-тавра асап хуçаланать, ав.

Чунăмăрсем çинчен хыт шавласа,
Шыв хумĕсем йăлтăртатса куçаççĕ.
Чылайăшĕ Хĕнре асапланса,
Касаматран алхапăл тухаймасса. )

Ют этемсен чĕлхин чаракĕ çук,
Вĕсем чĕрре кĕме çеç тăрăшаççĕ.
Ытла та тĕрĕс мар пурăннă чух,
Сылтăм аллисемпе шав çапăçаççĕ.

Эй, Турăçăм, çĕн юррăн кĕввипе те,
Вун хĕлĕхлĕ Псалтирĕн сассипе те
Аслăласа çеç тăрăпăр Сана,
Çÿле çеç çĕклĕпĕр чапна-сумна.

Патшасене Эс çăлăнăç паратăн,
Давид епле хыт хисеплет Сана.
Ăна — юратнă, ăслă чуруна —
Хаяр хĕс тивесрен шав хăтаратăн.

Ют çын ывăлĕсем ытла кăра,
Хăтар мана вĕсен аллисенчен Эс.
Кашнин чĕлхи, ав, яланах пĕр енлĕ,
Нач кирлĕ мар ĕçсем пирки паврать.

Сылтăм аллийĕсем пит тĕрĕс мар.
Кирлех-ши вĕсене халь хаклама?
Çавах суя телейшĕн çапăçаççĕ,
Тĕрĕслĕхе ăссăрланса таптаççĕ.

Сăх тăшмансен хура ĕмĕчĕсем
Йăлт путлансассăн, пирĕн ывăлсем
Патвар йывăçсем пек чăрмавсăр ÿсчĕр,
Кашнийĕн пултăр ÿсĕм хыççăн ÿсĕм.

Чечек юпасене асилтерсе
Амăшĕн çумĕнчи чипер хĕрсем
Иртен-çÿренсене пит савăнтарччăр,
Ват çынсене сума суса калаçчăр.

Кĕлет пÿлмисенчи тырри-пулли
Кирек хăçан та пултăр тăп-тулли.
Тем тĕрлĕ выльăхсем çуллен ĕрчеччĕр,
Вĕсем куçа савăнтарса çÿреччĕр.

Тĕреклĕ, мăнтăр пулччăр вăкăрсем.
Тăнăçлăхра çеç тăччăр урамсем.
Пĕрне-пĕри кÿрентерес йăла та,
Çаратасси е йĕртесси путлантар.

Çапла пулсан çеç халăхăм телейлĕ,
Çапла пулсан, малашлăх ун тĕллевлĕ.
Мĕн-ма тесессĕн, Турă яланах
Вăй-хал та ăнăçу сунать ăна.

144-мĕш псалом

Давид мухтани

Эй, Туррăм, эй, Патшам, Сана мухтам,
Ят-сумупа мăнаçланса тăрам.
Хăвна çеç ĕмĕр-ĕмĕрех саватăп,
Хăвна çеç тĕнчере аслăлататăп.

Куллен-кунах Сана чунтан ырлам,
Чаплăлăхна инçе-инçе сарам.
Çут Керменне курсассăн, пуççапатăп,
Эс çеç пилленĕ чăнлăха хаклатăп.

Çут тĕнчере Пĕр Турă çеç пит аслă,
Ĕç-хĕлĕпе кирек ăçта мухтавлă.
Ăслăлăхне куллен тĕпченĕ чух,
Эпир ăна пĕлсе çитерес çук.

(Мĕн-ма тесен, Вăл тăвакан ĕçсем,
Сăмахпала хаклаймăн — пит мăнаçлă.
Ун пултарулăхĕ ытла хăватлă,
Сума сăвас пулать Ăна çынсен. )

Пĕр сыпăк тепĕр сыпăк умĕнче
Сан ĕçÿсен пĕлтерĕшне шав мухтĕ.
Тĕлĕнмелле вăй-хăвату çинчен
Пурне те каласа пĕлтерĕ туххăм.

Аслăлăхун хисепĕ питĕ пысăк:
Ламран лама вăл ыррăн куçса пырĕ.
Кăсăклантарĕ пултарулăху,
Аслăлăхупала кăмăллăху.

Тĕлĕнмелле ĕçĕ-хĕлÿ çинчен,
Чап-мухтаву пирки те эп пĕччен
Шухăшлăп куллен-кун пĕр чарăнмасăр,
Иртеймĕп вĕсене асăрхамасăр.

Сан пултарулăху нихçан пĕтмест,
Хăвачĕ ун нихçан та иксĕлмест.
Çынсем çакна туллин уçса парасшăн,
Ку хыпара инçе-инçе эп сарăп.

Вĕсем асилĕç Эсĕ ыррине,
Çут тĕнчере, Хăв çеç пит аслине.
Тÿрĕлĕхне чунтан мухтанăçемĕн, —
Шăранĕ таврара çĕн кĕвĕ-çемĕ.

Хăйне йăлăнакан çынсемшĕн Турă
Кирек хăçан пит тÿсĕмлĕ те ырă.
Кăмăллăхна Вăл вăраха тăсать,
Хĕрхенчĕк туйăмне те вăйлатать.

Тăван тăванĕшĕн кăна çунать:
Инкек-синкек пулсан çеç ал парать.
Ĕç-хĕлĕ Унăн урăхла: Вăл хатĕр
Пулăшăвне сĕнме кирек кама та.

Эй, Турă, Хăв пултарнă пулăмсем
Ятна-сумна куллен-кун аслăлаччăр.
Таса, тÿр кăмăллă Сан çыннусем
Патшалăхун чаплăлăхне мухтаччăр.

Вĕсем калаçчăр хăвату çинчен,
Мĕн-ма тесен, Патшамăр Эсĕ çеç.
Кашнийĕшĕ пĕрле тăрса калаçчăр,
Хăпартланса Сана кăна ырлаччăр.

Юрлаччăр: Турă — халăхсен Патши,
Унпа пулсан, пĕтет çынсен нуши.
Вăл Хăйĕн аслă вырăнĕ çинче халь,
Ăна çеç пăхăнать мĕнпур тĕнчемĕр.

Этем ывăлĕсен пĕлме май пултăр,,
Мухтавлă аслăлăхусем пирки.
Яланлăхах патшалăхун йĕрки
Пит çирĕп юласса вĕсем йăлт туйччăр.

Вăл тĕрекленĕ ĕмĕр-ĕмĕрех,
Çын йăхĕсем ламран лама куçсан та.
(Пур сăмахра та Турă Хăй — Тÿре,
Пур ĕçĕнче те — Унăн çеç тасалăх. )

Вĕсем такăнма пикенсен йăванмĕç,
Мĕн-ма тесен, Хăй пулăшу парать.
Пĕтмен-ха, тейĕ, чунăрта ыр шанăç.
Ÿкекенсен те çăлăнăç пулать.

Чĕрчунсене Эс кирлĕ самантра
Парса тăратăн тĕрлĕ тĕслĕ çимĕç.
Кирек хăш вăхăтра вăл ытлăн-çитлĕн
Пулинччĕ, тен, кÿлепине кура.

Сĕнетĕн те — ăна вĕсем илеççĕ,
Е палăртсассăн уççăн кăмăлна,
Ырăлăхупа: тăрансассăнах,
Кашнийĕшĕ Хăвпа çеç хисеплеççĕ.

Кашнийĕшĕ Пĕр Сан çине куллен
Ĕмĕтленсе, пит ĕненсе пăхаççĕ.
Пурне те Эс упратăн, хÿтĕлен,
Пилÿпеле вĕсем йăхне тăсаççĕ.

Этем çакна туйса тăрсассăн çеç
Вăл Унăн хÿтлĕхĕнче ыррăн çÿрĕ.
Хăй сăнаса тăракан çул çинче
Туррăмăрăн, чăнах та, ĕçĕ тÿрĕ.

Кам тĕнчере ир-каçăн кулянать,
Ун нушине Хăех час пусарать.
Ытла та мĕскĕн, нишлĕ чунсене те
Калатъ: Мана шансан хĕне çĕнетĕр.

Мĕн-ма тесен, Хăйне чĕнекенсемшĕн,
Тĕрĕслĕхе мала хуракансемшĕн
Мĕн кирлине пурне те Вăл тăвать.
Кашнийĕнпе пит çывăххăн тăрать.

Е Турă уççăн çапларах калать:
Хамран хăранăшăн çынна хаклатăп.
Йăлăнсанах, синкерлĕхрен çăлатăп, —
Пĕрмай сĕнсе тăратăп вăй-хăват.

Пит йывăр вăхăтра Ăна манмастăп,
Шав пурнăçлатăп ырă ĕмĕтне.
Чĕлхи-çăварĕ мĕн-мĕн ыйтнине
Илтсессĕнех паратăп, пулăшатăп.

Сыхлать Хăйне юратакансене
Çут тĕнчере Пĕртен-Пĕр Аслă Турă,
Çакна та пĕлмелле: усалсене
Пурне те пĕтерет Вăл шелсĕр, туххăм.

Чĕлхе-çăварăм мухтаса калаçĕ
Ун ырăлăхĕсем пирки ир-каçăн.
Пур чун та ман пек ĕмĕр-ĕмĕрех
Туррăмăра ырлатăр тĕнчере.

145-мĕш псалом

Аллилуия, Аггейăн тата Захарийăн

Эй, чунăм, Туррăма мухта ялан!
Пурăннă чух чĕлхе Ăна ырлатăр,
Кунçулăм тăршшĕнче савса юрлатăр.
Таса ятне мăнаçлăн аслăла.

Эй, халăхăм, Ăна пур вăхăтра та
Килĕштерсе, хисеплесе пурнар.
Çут тĕнчере мĕскер хумхантарать шав,
Çавна Турра каласа кăтартар.

Пуçлăхсене, этемĕн ывăлне те
Шанса тăни пулать-çке кăлăхах.
Енчен те вĕсене çеç ĕненен-тĕк,
Чун-чĕрере хушăнас çук вăй-хал.

Çынсен ÿт-пĕвĕ таврăнсан çĕре,
Чунне яланлăхах илсессĕн Турă,.
Ыр ĕмĕтсем ун вĕçленеççĕ пурте,
Шухăшлани те пăчланать тÿрех.

Иаков Туррине пулăшакан,
Ăна куллен асĕнче тытакан,
Кирек хăçан та тĕнчере телейлĕ,
Кунçулĕ те пулать ун пит тĕллевлĕ.

Вăл пĕлĕтпе çĕре, тинĕссене,
Унти тем тĕрлĕ чĕрĕ чунсене
Мĕн пуррине Хăех, Пĕччен пултарнă,
Çут чăнлăхне ĕмĕрлĕхе упранă.

Хĕн куракансене Вăл суд тăвать,
Выçăхнисене çăкăрне парать.
Кама тимĕрпеле йăлт сăнчăрланă,
Çавна Хăй кăтартать: ан нушалантăр.

Яри уçать суккăррисен куçне,
Пĕкĕрĕлсе утакан çынсене
Кирек хăçан вăйне сĕнет те Турă:
Вĕсен ан пултăр, тет, кунçулĕ хурлă.

Пурăннă май Таса Çурт-йĕрĕнче
Тăлăхсене сыхлать Вăл ашшĕ евĕр.
Хĕрарăмсем тăрса юлсан пĕччен,
Тÿре пулса кĕç хÿтĕлет тĕллевлĕн.

Ютран килнисене пĕрмай сыхлать,
Усал çынсен çулне-йĕрне пăсать.
Çавна пула вĕсен шăпи синкерлĕ,
Пушхирсенче кураççĕ, ав, хĕн-терт çеç.

Вăл ĕмĕр-ĕмĕр ларĕ Патшара,
Вăл ĕмĕр-ĕмĕр çÿрĕ Хуçара.
Сион, яланлăха Турру сан пулĕ,
Сыпăкран сыпăка куçса шав пÿрнĕ.

Аллилуия.

146-мĕш псалом

Аллилуия

Турра куллен-кун мухтани пит ырă,
Унтан Тутли нимскер те çук-çке урăх.
Ăна тивĕçлипе чунтан ырлар,
Пĕр Ун çинчен çĕн юрăсем юрлар.

Эй, Турăçăм, Ху кăмăл тунине
Сионшăн ырă пулнине кăтартчĕ.
Иерусалимăн хÿмисене
Йĕри-тавра тĕреклĕн çавăрсамччĕ.

Хуламăра часах туса лартать Вăл,
Израиль халăхне те пуçтарать Хăй.
Кĕрет кулянаканнисен хутне,
Çăмăллатать вĕсен пурăнăçне.

Çÿл тÿпере мĕн чухлĕ çутă çăлтăр!
Кашнийĕ хĕмленеççĕ йăлтăр-йăлтăр.
Вĕсем мĕн чухлине пĕлет ялан,
Хисеплесе чĕнсе тăрать ятран.

Çут тĕнчере Пĕр Турă çеç пит аслă,
Ĕçĕсемпе мухтавлă та мăнаçлă.
Ун ăс-халне хăть ĕмĕрех тĕпче,
Çавах Ăна пĕлеймĕн эс веçех.

Çÿле çĕклет Вăл тÿрĕ çынсене,
Савса тăрать вĕсен чапне-сумне.
Усаллисен шăпи вара инкеклĕ:
Кашнин кунçулĕ яланах синкерлĕ.

Эппин, черет тăрса Турра шав ырлăр,
Пĕр Ун çинчен мухтав юррисем: пулччăр.
Кĕсле сасси янратăр таврара,
Ыр туйăм: çеç çĕклентĕр халăхра.

Вăл тÿпене пĕлĕтсемпе хуплать,
Çĕре лĕп çумăрпа кĕç шăварать.
Утă тумашкăн курăк ÿстерет Хăй,
Этем валли те çимĕç пултăр, тет, шав.

Арăслансем апатшăн кăшкăрсассăн,
Çăхан чĕппийĕсем çиме ыйтсассăн,
Мĕн кирлине пурне те йăлт парать,
Тискер чĕрчунсене лăплантарать.

Лаша пит вăйлине асăрхаймасть,
Этем ури те çăмăл иккенне Вăл
Ырлас теес шухăшсемпе пăхмасть,
Хаклать Хăйне кăна ĕненнине пит.

Чун — çимĕçрен, ÿт-пÿ çĕн тумтиртен
Паха пирки иккĕленме пулать-им?
Кайăксене те сăнăр-ха куллен:
Пурне те Турă Хăй тăрантарать-çке.

Вĕсем уйра акмаççĕ те вырмаççĕ,
Пĕлĕтсене те пĕр çĕре пухмаççĕ.
Эппин, кайăксемпе танлаштарсан,
Этем ĕç-хĕлĕне çÿлте ялан.

Вăл Хăйĕнчен хăракан çынсене
Ырăлăхне куллен шаннишĕнех,
Хисеплесе пурăннă май ир-каçăн,
Пит тăрăшать тÿр кăмăллă пулмашкăн.

147-мĕш псалом

Аллилуия

Эй, Иерусалим, Турра мухта
Пулнишĕн Вăл ялан çывăхунта.
Сион, эс хăв та савнăçлă тăрсамччĕ,
Ăна куллен-кун ăшшăн ырласамччĕ.

Вăл Сан хапхусене тĕреклетет,
Тăшман халь вĕсене ан иштĕр, тет.
Ывăлусемшĕн те Ун ырă пилĕ,
Чун-чĕринче тытасшăн мар сив çилĕ.

Эс йышăннă çĕре парать Хăй пурлăх:
Уй-хирÿнте шав ÿстĕр, тет, сар тулă.
Канăçлăхра та савнăçра кăна
Тăрантарса, савса усрать сана.

Ярать те çĕр çине Хăй сăмахне,
Çитет вал пур тĕле те пит васкавлăн.
Шур юрĕ лĕпĕш евĕр ÿкнĕнĕх,
Куç виçейми хире вĕçсе саланнăн.

Чăнах та, ун илемĕ килĕшÿллĕ,
Ăна сăнанă май чун савăнать.
Çак вилĕмсĕр сăнар паян е ÿлĕм
Кăсăклантарĕ çĕр çинчи çынна.

Юр çăнăхĕ выртать, ав, хумлăн-хумлăн,
Асилтерсе лăпланнă тинĕсе.
Пас тытнă йывăçсем эрешлĕ тумлă,
Куçа шартаççĕ кашниех вĕсем.

Мехел çитсен, Ун сăмахне пула
Çÿлтен пăр çунине курма пулать.
Хутран-ситрен ытла хаяр сивве те,
Мĕн тăвăн-ха, чăтма-тÿсме тивет çав..

Мехел çитсен, Ун сăмахне кура
Мĕнпурĕ ирĕлме пуçлать умра.
Хĕвел хĕрÿлĕхне вăйлатнăçемĕн,
Шыв-шур шăнкăртатма пуçлать илемлĕн».

(«Пурнакансем ялан Манран чĕтреччĕр
Вĕсем сăмахăма пĕрмай итлеччĕр, »—
Тесе калать те, çак пурнăçланать,
Вăл мĕн хушни тÿрех пулса тăрать. )

Çакна пурин валли те Вăл туман,
Пур халăхшăн çапла çунса тăман.
Чылайăш Ун судне пачах пĕлмеççĕ,
Туррăмăрăн вăйне тĕшмĕртеймеççĕ.

Аллилуия.

148-мĕш псалом

Аллилуия

Пĕлĕт çинче куçса çÿрекенсем,
Çÿлте Ларакана, Турра çеç мухтăр.
Эсир те, çывăхри Ангелĕсем,
Ун çарĕсем, Ăна хĕрÿллĕн мухтăр.

Хĕвелĕ, уйăхĕ, çут çăлтăрсем,
Эсир те пурте Туррăмăра мухтăр.
Çÿлте куçса çÿрекен пĕлĕтсем,
Шывсем, Пултараканăмăра мухтăр..

Пурне те йĕркеленĕ Вăл хитре –
Ун ырăлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕре!
Туррăмăрăн ятне вĕсем ырлаччăр,
Мăнаçлăхне кашнийĕшĕ хаклаччăр.

Ыр кăмăлпа пултарнă тĕнчере
Кирек ăçта та Хăй кăна — Тÿре.
Саккунлăхне, тем тĕрлĕ пулăмне те
Çÿлте те çĕр çинче Вăл çирĕплетнĕ.

Пурнакансем: Ăна ялан мухтар,
Туррăмăрăн ятне пĕрле ырлар:
Тинĕссенчи пит пысăк пулăсем те,
Юханшывсем те, тарăн кÿлĕсем те.

Сив çил хуçалансан, кун кĕскелсен,
Кăнтăр енчен килсе тухан çил-тăвăл,
Вут-çулăмĕ, сив пăрĕ те куллен,
Тĕтре те — пурте Ăна çеç тав тăвăр.

Тусем те, унăн хÿттинчи сăртсем те
Е çимĕç пултаракан йывăçсем,
Çÿл тÿпене кармашнă кедрсем те
Турра пурăнăр пит хисеплесе.

Пит йышлă выльăх-чĕрлĕх, килтисем,
Тискер чĕрчунсемпеле кайăксем,
Ăна çут тĕнчене килнишĕн хăвăрт
Кирек ăçта çитсессĕн, те тав тăвăр.

Тем тĕрлĕ халăхсем те, пуçлăхсем те,
Тĕрĕслĕхе сăнакан тÿресем те,
Пур патшасем те, итлĕр-ха çакна;
Турра ырламалла-çке яланах.

Яш-кĕрĕмсем, çап-çамрăк ачасем,
Вăй-халлисемпе ватăрах çынсем,
Туррăмăрăн ятне чунтан мухтаччăр
Ăна савса çеç юрăсем юрлаччăр.

Мĕн-ма тесессĕн, Вăл çеç çĕр çинче
Е çÿллĕ тÿперне те ăслă, аслă.
Кирек хăçан Пĕр Унăн ячĕ çеç,
Çут тĕнчере чăннипелех мăнаçлă.

Хăй халăхĕн мăйракине (вăйне)
Мĕнпур таса çыннисене пиллерĕ.
Израиль ывăлĕсен мухтавне
Çителĕклĕ таран çÿле çĕклерĕ.

Аллилуия.

149-мĕш псалом

Аллилуия

Туррăмăра савса çĕн юрă юрлăр,
Хаваслă сассемпе хĕрÿллĕн ырлăр.
Таса çынсен ушкăнĕнче Ăна
Мухтас йĕрке вăй илтĕр яланах.

Хăйне Пултараканшăн Израиль,
Сион ывăлĕсем те хĕпĕртеччĕр.
Вĕсем Унран кăна шав илччĕр пил,
Кашнийĕшĕ: Патша Вăл пирĕн, теччĕр.

(Пит чаплă ту çинче вырнаçнă Туррăн,
Хăватлă пулнăран, илемлĕ тумĕ.
Тĕреклĕ пилĕкĕ. Вăл хушнипе
Тĕнчемĕр улшăнмасть: тăрать пĕрпек… )

Храмра ушкăнпала тăрса мухтаччăр
Таса ятне хисеплекен çынсем.
Тимпан çапса, кĕсле каланăçем,
Вĕсем Ăна кăмăлласа юрлаччăр.

Суйланă халăхне Вăл юратать,
Йăваш пулнишĕнех аслăлатăп.
Касаматран ăна çăлас ĕç-хĕл те
Пулса иртмен-çке Турăсăр, хăй тĕллĕн.

Эппин, таса çынсем чаплăлăхне
Куллен-кун савнăçем пит хĕпĕртеччĕр.
Канма выртсассăн та тÿшек çине,
Ăна тав туччăр, ăшшăн хисеплеччĕр.

Туррăмăра чунтан мухтас йăла
Пĕр Ун пирки калаçасси ялан
Йăл илтĕр те вăл ĕмĕрлĕхе юлтăр,
Аллисенче ик çивĕч хĕçĕ пултăр.

Таса çынсем патвар кирек хăçан
Ыр хăватне Хăй Турă панăран.
Унпа вĕсем суя тăшмансене те,
Мĕнпур усал вăя та йăлт сĕнеççĕ.

Вĕсем нумай турра ĕненекен
Халăхсене тавăрччăр, çапчăр вирлĕн.
Ют ăрусем нихçан ан тупчăр ирĕк,
Меслет ан пултăр хăтăлма хĕнрен.

Патшасене тÿрех çыхса пăрахчăр,
Пуян улпутсене те сăнчăрлаччăр.
Хăв çырнă пек, судра кашнийĕшне
Хыт айăплаччăр: пĕлччĕр йĕркÿне!

Сан хисепне тÿр кăмăллă çынсем
Тасалăхне пула курмашкăн тивĕç.
Хăвна çеç пурăннишĕн ĕненсе,
Вĕсем çине нихçан та пăхмăн сиввĕн,

Аллилуия.

150-мĕш псалом

Туррăмăра Таса Çурт-йĕрĕнче,
Хăвачĕ курăнан вырăнĕнче
Ырăлăх панăшăн куллен-кун мухтăр,
Кашнийĕшĕ илемлĕ юрă юрлăр.

Аслăлăхне, вăй-хăватне хурса,
Çут тĕнчере Ăна çеç ăшшăн савăр.
Хисеплесе, чунтан сума суса
Аслăлăхне хĕрÿллĕн мухтасамăр.

Труба сасси кĕрлетĕр çывăхрах,
Çĕн юрăсем янраччăр хăлхара.
Псалтирьпеле кĕслен хитре юрри те
Чун-чĕрене хумхатчăр, кÿччĕр витĕм.

Эй, тĕнчери тем тĕрлĕ халăхсем,
Хавасланса, кăшкăрашса ал çупăр.
Çакна ăнланăр лайăх: сирĕн çулăр
Ирĕкленет Турра хисеплесен.

Ушкăнпала тăрса, Тимпан çапса,
Хĕлĕхлĕ органа янраттарса,
Ăна кашнийĕшĕ хĕрÿллĕн мухтăр,
Пит çепĕç сасăпа тÿлеккĕн юрлăр.

Кимвалăн уçă, вăйлă сассипе
Мухтаса тăнăçем, пур чĕрĕ чун та
Пурăннăçемĕн хавхалантăр Уншăн,
Этем ыр куртăр Турă пилĕпе!
Аллилуия.

151-мĕш псалом

Давидăн Голиафпа кĕрешнĕ
чухнехи псаломĕ

Пиччесемпе танлаштарас пулсан,
Аттеçĕм килĕнче эп кĕçĕнниччĕ.
Ман тивĕçĕм — кĕтÿ çеç кĕтессиччĕ.
Ытти ĕçе пит хутшăнсах кайман.

Пĕррехинче хам аллăмпах орган
Туса пăхсаччĕ-ха, тата кайран
Псалтирьпеле те юрă каласаччĕ,
Çавна сурăхăмсем çеç тăнласаччĕ.

Ыйтасшăн халĕ пит тĕлĕннĕрен:
Çут тĕнчере эп пурăнни çинчен
Епле-ши Турăçăм пĕлме пултарнă?
— Хăй çеç, Хăй çеç мана куллен тăнланă.

Вара Ун шанчăклă çынни часах
Тĕл пулчĕ те ĕçĕмсенчен хăтарчĕ.
Пуçăм çине çемçе çу Хăй юхтарĕ
Ăна çеç пурăнтăм эп пăхăнса.

Тĕреклĕ те чипер-çке пиччесем,
Анчах та Турă вĕсене чĕнсе,
Мана суйланă илнĕн питĕ хăвăрт,
Пиллес темерĕ çав. Пит шел. Мĕн тăвăн?

Ют ăрăвăн çыннине хирĕç тухрăм
Хаяррăн çапăçмашкăн: кам — кама?
Ылханнине тÿр килчĕ тăнлама,
Мана вăл вĕлересшĕнччĕ-çке туххăм.

Çапах та ун хĕçне туртса илсе
Пуçне касса ÿкертĕм, шеллемерĕм.
Израилĕн хастар ывăлĕсен
Хур тунине чăтма тек тивмĕ, терĕм.

  1. 06. 1994.
Advertisements

Чун кĕнеки 1: Псалтирь (66-151)” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s