Чун кĕнеки 1: Псалтирь (1-65)


Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

Николай Кушманов куçарса сăвăланă:


Псаломсем

Мухтав юррисем

1-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Усал шухăшлисен канашлăвне,
Астаракан этемĕн эртелне,
Çылăхлисен çулне-йĕрне сивлен çын
Çут тĕнчере кирек хăçан телейлĕ.

Çак çыннăн кăмăлĕ Чи Аслă Туррăн
Саккунĕпе çеç килĕшсе пурнать.
Ăна кирлех те мар-çке ним те урăх,
Вăл кунĕн-çĕрĕн Ун пирки шутлать!

Çак çын, шыв хĕрринче ешерекен
Сип-симĕс йывăç пек, чиперрĕн ларĕ.
Мехел çитсессĕн çимĕçне йăлт парĕ,
Ĕç-хĕлĕ ăнса пырĕ ун куллен.

Усаллисен шăпи ăраснарах:
Çил çавăрса каян тусан пек, хăвăрт
Вĕçсе иртсессĕн кунĕсем умра
Вĕсем пуш чунлă пулнă, тейĕр хăвăр.

Таса мар этемсем Ун умĕнчи Сăваплă
Чăнлăхăн сутне чăтаймĕç.
Вара тÿр чунлисен ушкăнĕнчи
Пĕр пĕчĕк эртеле те çывхараймĕç.

Тĕп-тĕрĕс пурăнакансен ĕçне
Хăй Турă асăрхать-ха кулленех.
Усал кăмăллисен кунçулĕ хурлă,
Вĕсем пит тăрăшсан та ырлăх курмĕç.

2-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Мĕскершĕн халăхсем, тем тăвас пек,
Ниме пăхмасăрах шав пăлханаççĕ?
Суя тĕнлĕскерсем пур-çук ĕçпе
Çыхланнă май тĕллевсĕр шухăшлаççĕ.

Вĕсен патшийĕсем те ав Турра,
Ун Христосне тăма хăяççĕ хирĕç.
Пуçлăхĕсем — князьсем çав ушкăнрах
Пĕрле пухăннăран пуплеççĕ вирлĕн;

«Çыхăсене тăрса йăлтах татар,
Влаç тытăмне хăюллăн аркатар, —»
Çапла’вĕсем паттăрланма хăяççĕ,
Пуш ĕмĕте куллен шанса пурнаççĕ.

Айванскерсем, пĕлмеççĕ ĕнтĕ лайăх
Çÿлте Пурăнакан кашнийĕнчен
Пит уççăн кулĕ вăхăчĕ çитсен,
Е мăшкăлĕ — ухмахланнишĕн халăх.

Ун чух Вăл вĕсене пит хăратса,
Хăй çиллине яр уççăн кăтартса,
Хăрушă сассипе сехĕрлентерĕ,
Пухăннăскерсене тÿрех пĕлтерĕ;

«Эп хам ăна Сион тăвĕ çинче
Çу сĕрнĕ хыççăн: пул Патша эс, терĕм»
Иртеймĕр эсĕр Вăл каланинчен,
Ун ирĕкне те пĕтĕмпех пĕлтерĕп.

Пит уççăн Турă çакăн пек пуплерĕ:
«Эс Манăн Ывăлăм, Сана паян
Çуратрăм Эп». Эппин, хăрушлăх, терт те
Пăрса яраймĕç палăртнă çултан.

Тата пĕлтерчĕ Вăл ак çапларах:
«Ыйтсам Манран, халăхсене йăлтах,
Ĕмĕрлĕхех Сан аллуна çеç парăп,
Мĕнпур çĕре хăвăнпалах хăварăп,

Эс вĕсене тимĕр туяпала
Йăлт çĕмĕрсе такан пач хĕрхенмесĕр,
Тăм савăта ватма пулать çапла,
Май ирĕкпе пурнан ним шикленмесĕр»,

Эй, çĕр çинчи пур патшасем, князьсем,
Асăрхаттарнине кашни ăнланăр!
Эй, тÿресем! Пĕлÿ эсир пухсамăр,
Ан пурăнăр пуш ĕмĕте кĕтсе.

Турра чунтан хисеплеме ан манăр,
Шикленĕр яланах Ун умĕнче,
Вăл панă ырлăха хакланăçем
Ăна шанса тăрса шав савăнсамăр.

Хисеплĕр Ывăлне, пит ан çиллентĕр,
Хаярлăхĕ ан лектĕрччĕ сире.
Вăл тарăхсан — пĕтме тивет тÿрех,
Ăна шанакансем кăна телейлĕ.

3-мĕш псалом

Давид псаломĕ
Хăйĕн ывăлĕнчен Авессаломран тарнă чухнехи.

Эй, Турăçăм, тăшманăмсем: ытла та,
Пачах кĕтмен çĕртен тăрук йышланчĕç:
Чылайăшĕ тăраççĕ ман çине,
Чылайăшĕ тĕлленĕ сăннине.

Нумайăшĕ куçран пăхса калаççĕ,
Сăмахĕсем чуна ыраттараççĕ:
«Çăлаймĕ ĕнтĕ Турă халь ăна.
Ĕненмелле-шим паянтан çакна?

Эй, Турăçăм, пĕртен-пĕр ман мухтавăм,
Пĕртен-пĕр хÿтĕлĕхĕм Эсĕ çеç.
Ĕшеннĕ пуçăма çĕкленĕçем
Сана шанса пурнатăп эп шăв-шавсăр.

Турра тархасласа халь калаçатăп,
Ăна хыт ĕненетĕп те шанатăп.
Таса тăвĕ çинче Вăл ман сасса
Илтессине кĕтетĕп пăлханса.

Выртатăп та эп канлĕн çывăратăп,
Ĕшеннĕскер пухатăп вăй-хăват.
Вăрансанах чун-чĕремпе туятăп:
Мана Хăй Турă пĕрмаях сыхлать.

Умран капланакан тискер вăйран,
Юнаса тăракан пиншер çынран,
Вĕсем хупăрласассăн пур енчен те,
Кашнийĕнчен ним чухлĕ те шикленмĕп.

Эй, Турă, тăр! Эй, Турă, çăл мана!
Тăшмансене пурне те яланах
Çилленнипе пичĕсенчен çупатăн,
Усалăн шăлĕ-çăварне вататăн.

Пĕртен-пĕр çăлăнăçăм — Турăра,
Телейĕм, канăçăм пĕрмай — Унра.
Ыр пиллĕхÿ Хăв халăху çинче халь,
Ыр кăмăлу Хăв халăху енче Сан.

4-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Хĕлĕх хурса каламаллисемпе.
Давид псаломĕ

Эй, манăн тÿрĕлĕх Турри, илтсемччĕ,
Эп тархаслатăп ĕненсе Сана.
Хĕнре параттăн çăмăллăх чуна,
Ĕлĕкхи пек ăшпиллĕн хĕрхенсемччĕ.

Этем ывăлĕсем! Ыр ятăма
Пĕр вăтанмасăр хăçанччен çĕртетĕр?
Чарăнаятăр-ши улталанма,
Хăçан-ха эсĕр ÿкĕте кĕретĕр?

Çакна халь туйса тăрăр: Турă
Хăй çеç Таса тесе мана суйланине.
Ăна эп йăлăнма куллен-кун хăйăп,
Пĕлеп Вăл сассăма илтессине.

Ытла та хытă çилленсен те эсĕр,
Айванланса ан кĕрĕр çылăха.
Пуçăр çинчен çав шухăша сирсемĕр,
Кайсассăн, шырăр чунăрта вăй-хал.

Тÿрĕлĕх парнине Турра çеç парăр,
Ăна кирек хăçан та çирĕп шанăр.
Ăнланăр: хуйхăллă йăваш çынна
Вăл лулăшмашкăн хатер яланах.

Нумайăшĕ калаççĕ: кам пултарĕ
Ырăлăхне сĕнмешкĕн тĕнчере?
Эй, Турă, Хăвăн сăн-питне кăтарт-ха,
Çуттупала хавхалантар пире.

Туссен çăкăрĕпе пылак эрехĕ,
Сар çăвĕ нумайланнипе ялан
Тин канăç тупрĕ ывăннă чĕрем ман,
Эп савăнтăм халь Пĕр Сана пула.

Выртатăп та кĕç çывăрса каятăп,
Ÿт-пĕвĕмле канăçлăха тупатăп.
Эй, Турă, Эсĕ çеç çут тĕнчере
Мана пĕрмай упран хÿтĕлĕхре.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

5-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне,
Вĕрсе каламаллисемпе.
Давид псаломĕ

Эй, Турăçăм! Сăмахăма илтсемччĕ,
Шухăшăма йăлт ăнланса илсемччĕ.
Хĕнре панишĕн çăмăллăх мана
Эп тархаслатăп ĕненсе Сана.

Çерçи те пурăнма кĕтес тупать,
Чĕкеç те йăвине хăй çавăрать.
Эй, Турăçăм, Патшаçăм, кĕлтăватăп,
Куллен йĕрсе Сана çеç йăлăнатăп.

Ирех пырса кĕрсессĕн Керменне,
Эй, Турăçăм, ман сассăма тăнлаччĕ.
Шанатăп Эс унта пулассине,
Сана кĕтетĕп: хăвăртрах тухсамччĕ.

Йĕркесĕрлĕхе Эсĕ юратмастăн,
Киревсĕр ĕçшĕн тыттаран явап.
Усал çынна Хăв çывăхна ямастăн,
Ăна, май пулсанах, кÿрен асап,

Тирпейсĕр пурăнакансем: тăраймĕç
Ним пулман евĕр Санăн умăнта.
Кашнийенчех тупатăн Эсĕ айăп,
Тĕртсе яратăн шав Хăв çумăнтан.

Суйса калаçакансене пĕтерĕн,
Вĕсен шăпи кирек хăçан та тертлĕ.
Ултавçăран та, юн тăкаканран
Эс йĕрĕнсе çеç пурăнан ялан.

Эп сан нумай ырăлăхупа тулнă
Таса Çуртна кĕç кĕрĕп хăраса.
Унта канăçăма васкавлăн тупăп,
Шикленнĕрен пуççапăп савăнсах,

Эй, Турă, пулнăран тăшманăмсем,
Мана тÿр çул-йĕрпе ертсе кайсамччĕ.
Тен, ăнсăртран, эп турăм йăнăшсем,
Эс вĕсенчен хăпмашкăн вăй парсамччĕ,

Йăпăлтатса шав пакăлтатнă чух
Вĕсен çăварĕнче çут чăнлăх çук.
Карланкисем те уçă тупăк майлă,
Ăшĕсенче пытарăннă усаллăх.

Айăпласамччĕ, Тура, вĕсене,
Усал шухăшĕсем кашнийĕн çĕтчĕр.
Пĕлетĕн Эс камсем çылăхлине,
Хăвна тăнишĕн хирĕç пурте пĕтчĕр.

Вара Хăвна шанакансем ун чух
Хĕпĕртесе çеç ĕмĕр-ĕмĕр пурнĕç.
Вĕсен хутне кĕрекен халĕ çук,
Шăп çавăншăн Сана юратĕç пурте.

Эй, Турă, Эсĕ тÿр çынна шеллетĕн,
Ăна кирек хăçан та хÿтĕлетĕн.
Таса пулнишĕн аллуна паран,
Ырăлăхупала витсе усран.

6-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Сакăр хĕлĕхлипе. Ÿкĕнни.
Давид псаломĕ

Эй, Турăçăм, хаярлăхупала
Ним уямасăрах ан айăплаччĕ.
Мана çилленнĕ Эс, çавах ялан
Хĕн-хур, инкек-синкек ан кăтартсамччĕ.

Эй, Турăçăм, ыйтатăп: хĕрхенсем,
Хăвах куратăн — эпĕ халсăрлантăм.
Эй, Турăçăм, шанатăп шеллессе,
Сыват мана, шăмшакăм йывăрланчĕ.

Ытла та хăвăрт тăвăрланчĕ чунăм,
Çавна пула тĕллевсĕр пек кунçулăм,
Эй, Турăçăм, пĕлтер-ха, хăçанччен
Пĕр ман çине çеç тăрăнатăп, тен?

Эй, Турă, çаврăнсамччĕ ман енне,
Ман чунăма пĕтессинчен хăтарччĕ,
Хăв ырлăхна пиллеччĕ кулленех,
Ăшпиллĕ кăмăлна кура çăлсамччĕ.

Енчен те эп вилсессĕнех, Сана
Ыр сăмахпа асăнакан та пулмĕ.
Сив тупăка кĕрсе выртсассăнах,
Хăвна ман пек мухтамĕç те ыр сунмĕç.

Çылăхăма пула пит кулянса,
Хĕвел тухсассăнах, вăйран каятăп.
Е каçхине тÿшек çине выртсан,
Минтерĕме куççулĕмпе çăватăп.

Хуйхăпала куçăм çутти пăтранчĕ,
Тăшманăмсем мана пит ватăлтарчĕç.
Шăмшакăм курăнать мĕлке пекех,
Эп утас çук хавхаланса текех.

Йĕркесĕр ĕç тăвакансем, ыйтатăп:
Ан йăлăхтарăр, кайăр ман патран.
Эп Турă хушнине çеç пурнăçлатăп,
Сире пĕлмен те, тăнлас çук нихçан.

Йăлăннине тата эп йĕнине
Пĕртен-Пĕр Турă курчĕ те тăнларĕ.
Ман кĕллĕме йăлт илтрĕ, хапăлларĕ,
Шанатăп Вăл хута кĕрессине.

Эппин, ман тăшмансем чунсăрланнишĕн
Хыт сехĕрленччĕр, тăрса юлччăр нишлĕн.
Таврăнччăр каялла намăсланса,
Усал шухăшсенчен тÿрех хăпса.

7-мĕш псалом

Давидăн Вениамин ăрăвĕнчи
Хус ятлă çын ĕçĕ тĕлĕшĕпе
Юрланă хурлăхлă юрри.

Эй, Турăçăм, эй, Турă, эп Сана
Кирек хăçан та çирĕппĕн шанатăп.
Хама çăлассине кĕтсе пурнатăп,
Хăвалакансенчен хăтар мана.

Тăшман, арăслан евĕр, чунăма
Туртса илсе йăлт туласа ан тăктăр.
Хÿтĕлекен çукки пирки пĕрмай
Умри çула ан пултăрччĕ вăл тăтăш.

Эй, Турăçăм, эй, Турă, шухăшсем
Тĕлли-паллисĕрех шав явăнсассăн,
Енчен те манăн аллăм ĕçĕсем
Тÿп-тÿрĕ çул-йĕртен пăрăнайсассăн,

Тахçан хăтарнăччĕ пĕр тăшмана,
Анчах та унăн халь пĕтсен хисепĕ,
Хампа кам ырă кăмăллă, çавна
Сăлтавсăрах кÿрентерсессĕн эпĕ,

Ытах та ÿтĕм, кĕлеткем çумне
Тем тĕрлĕ тасамарлăх çыпçăнсассăн,
Чăрмав çине чăрмав сиксе тухсассăн,
Сирсе яма пĕлмен чух вĕсене,

Вара ман чунăма тăшман хÿтертĕр,
Ăна хăваласа çитсе пĕтертĕр.
Пурнăçăма, мухтавăма тÿрех
Персе вăл чиктĕрччĕ хура çĕре.

Эй, Турăçăм, пуçла-ха çилленме,
Тăшман усаллăхне шав сивлеме.
Хăвах каланăччĕ: Эп суд тăватăп,
Çакна пурнăçласса шанса пурнатăп.

Вара çынсем ушкăнпала куллен
Çывăхунта пуçтарăнсан васкавлăн,
Пĕр-пĕринпе сăмахласан шăв-шавлăн,
Вĕсен тĕлĕнче Эс çÿле çĕклен,

Айăпĕсем, тен, пур, тен, çук, çавах
Халăхсене пĕр Турă суд тăвать.
Тĕрĕслĕхĕм епле-ши халĕ манăн?
Çакна Эс, Турăçăм, хак пар, тархасшăн.

Эй, Тÿрĕ Тура, çыннăн чĕрине те,
Тата кашнийĕн ăшĕ-чиккине те
Курса тăратăн витĕр яланах,
Сана никам улталаймасть вăрах.

Усал этемĕн çылăхĕ йăлт пĕттĕр,
Амаланса ан кайтăрччĕ вăл, çĕттĕр.
Кам тÿрĕ кăмăллă, çавна кăна
Парса тăрсамччĕ Эс вăй-хăватна.

Таса чĕреллисен енче ман ĕçĕм,
Пĕртен-пĕр хÿтĕлĕх — Çăлаканра.
Шухăшлăнин епле тĕллевĕ, вĕçĕ,
Пĕлсе хаклать Вăл Хăй çеç пурнăçра.

Хăватлăран хăватлă Ун вăй-халĕ,
Чылай тÿсет те Вăл нумай кĕтет.
Пĕр Турă çеç чăна пит хисеплет,
Пĕр Турă çеç явап ыйтмашкăн хатĕр.

Кам тÿрленесшĕн мар, çавна Вăл хирĕç,
Çĕмĕренне васкавлăн хатĕрлет.
Хĕçпе те хăратса тăма пĕлет,
Хаярлăхĕ сÿнмест Ун каçăн-ирĕн,

Пăхăнманнишĕн çийĕнчех Хăйне,
Вăл хатĕрлет сив вилĕм савăтне.
Уххийĕсем ÿте, пĕве лексессĕн,
Çынна вĕлертĕрччĕ, тет, пĕр шеллевсĕр.

Тÿрккес этем, ак, тÿрĕ мар ĕçе
Пуçларĕ те ултавлăхне çуратрĕ.
Кÿлепине чир-чĕр тултарнăçем,
Татах та кунçулне пит йывăрлатрĕ.

Васкавлăн шăтăк алтрĕ вăл, анчах
Ун тĕпнелле хăй вăркăнчĕ часах.
Саккунлăха пĕрмай тăнишĕн хирĕç,
Айăпланать кайран этем пит çирĕп.

Мĕн-ма тесен, тÿрккеслĕхе пула
Пуçа çиме пулать кирек хăçан та.
Усал ĕçпе çыхланнăран ялан
Йăлтăртатмасть вара малта çут шанчăк.

Шăп çавăнпа Мăнаçлă Туррăма
Тÿрĕлĕхне кура савса пурнатăп.
Ятне аслăлататăп та пĕрмай
Ăна ырлатăп, мухтаса юрлатăп.

8-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне Гефри кĕве каламаллипе.
Давид псаломĕ

Эй, Туррăмăр, эй, Турă, Сан яту
Ытла та чаплă-çке, ытла мăнаçлă.
Аслăлăху хăех пĕр пысăк ту,
Çĕртен те, пĕлĕтрен те Эс мухтавлă.

Эс кăкăр ĕмекен ачасене те,
Чунĕсене пăсман çамрăксене те
Хăв майлă çавăратăн, вĕсене
Ямастăн-çке тăшманусем енне.

Вара Сана кăна шанакансем
Ыр ятупа çунатланса пурнаççĕ.
Çавна пула нимскер те тăваймаççĕ
Çилле хăвалакан усал çынсем.

Эс çеç пултарнă пĕлĕтсем çине
Уйăхпала пĕрле çăлтăрсене
Пĕрре пăхсассăнах, хыт тĕлĕнетпĕр,
Этем Санпа танлашаймасть çав, тетпĕр.

Çавах ăна Эс асăнтан ямастăн,
Тĕллевлĕ пурнăçне тĕпчен, сăнатăн.
Мĕне кура этемĕн ывăлне
Хисеплесе тăратăн кулленех?

Çынна ангелсенчен кăшт кĕçĕн тунă,
Çапах та пултарулăхĕ пур унăн.
Ăна пурнатăн Эсĕ мухтаса,
Май пур чухне ăшпиллĕн пулăшса.

Аллусемпе çĕкленĕ япалан
Патши пулма ăна Эс çеç хистенĕ,
Çут тĕнчере хуçа хăвах халь, тенĕ,
Мĕн пуррине итлеттерсе ялан.

Çавна пула-тăр, çынсене пĕрмай
Кил-тĕрĕшри тем тĕрлĕ выльăхсем; те,
Хирте çÿрекен çăткăн чĕрчунсем те
Кирек хăçан та хатĕр пăхăнма.

Çÿл тÿпери çунатлă кайăксем,
Юханшывсен е тинĕс пуллисем,
Ăна курсассăнах сехĕрленеççĕ,
Хăрушă вырăнтан тарса ÿкеççĕ,

Эй, Туррăмăр, эй, Турă, Сан яту
Ытла та чаплă-çке, ытла мăнаçлă.
Аслăлăху хăех пĕр пысăк ту,
Кирек ăçта та Эсĕ çеç мухтавлă!

9-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне,
Лабен вилсен. Давид псаломĕ.

Эй, Турă, эпĕ халь чунтан-вартан
Ятна-сумна куллен аслăлататăп.
Тем тĕрлĕ хăватна сăнатăп та
Вара Сана хăпартланса ырлатăп.

Пĕр Эс кăтартнă çул-йĕре курса,
Эй, çÿлти Туррăмçăм, эп савăнатăп.
Ырăлăхна ăшпиллĕн мухтаса,
Хĕпĕртесе çак юррăма юрлатăп.

Тăшманăмсем, ав, тарчĕç каялла,
Вĕсем чакаççĕ, такăнса ÿкеççĕ.
Çакна туйса тăратăп эп ялан:
Сан умăнта кашнийшĕ пĕтеççĕ.

Мана кам хирĕç, Эс çавна сут турăн,
Тавлашăва тÿрех татса парса.
Чи аслă вырăну çине ларса,
Çут чăнлăхăн Тÿри пулса Хăв юлтăн,

Халăхсене çиллентĕн Эсĕ питĕ,
Усал çынна пĕтертĕн васкаса.
Вĕсен ятне йăлтах манăçтарса
Пурнакансем ан илччĕр, терĕн, витĕм.

Тăшманăн хĕçпăшалĕ те юлмарĕ,
Хулисене аркатрăн пит хаяррăн.
Вара кашнийĕшĕ ĕмĕрлĕхех
Чапне, сумне çухатрĕç çийĕнчех.

Чи Аслă Турă ĕмĕр-ĕмĕр хатĕр
Тавлашура Тÿре пулса тăма.
Вăл Хăйĕн вырăнне тĕпе хурать те
Пĕлет пурне те тĕрĕс хак пама.

Çут тĕнчере мĕскер пулса иртет,
Çавна Вăл тÿрĕлĕхĕпе суд тăвĕ.
Халăхсене йĕркеллĕ пурнăр, тет,
Тÿр чунлисем шара пĕр Уншăн тăрĕç.

Тертленекен çынсемшĕн яланах
Мăнаçлă Туррăн вырăн тупăнать те,
Ун чух этем Ун хÿттинче пулать те,
Куляннăскер, лăпланаять часах.

Эй, Турă, Сан ятна пĕлекенсем
Хăвна кăна ялан шанса тăраççĕ.
Тĕрĕслĕхе шыранăçем вĕсем
Эс пăрахманнине туйса пурнаççĕ.

Хăй Турă пурăннишĕн Сионра
Ăна кашнийе мухтаса халь юрлăр.
Ун ĕçĕсем пирки çеç халăхра
Ăнлантарса парса, тĕллевлĕн пурнăр.

Юн тăкăннишĕн айăплисене
Вăл астуса тăрать кирек хăçан та.
Тертленекен çынсен вара пур шанчăк:
Вĕсем пĕлеççĕ çăлăнассине.

Эй, Турăçăм, хĕрхен мана,
Эс çеç Тăшман хĕн кÿнине шав асăрхатăн.
Сив вилĕмĕн çурт-йĕрĕ умĕнче
Çÿле Çĕклеекен Хăвах пулатăн.

Сан пит мухтавлă ĕçÿсем çинчен
Хитре Сион хапхийĕ умĕнче
Хавхаланса çеç калаçса тăрам-и,
Мана Эс çăлнăшăн хыт савăнам-и?

Пĕр шăтăк алтрĕç васкаса çынсем,
Анчах тĕпне, ав, ÿкрĕç-çке хăйсем.
Пит вăрттăн карнă танатасене те
Урийĕсем çакланчĕç-çке черетлĕн.

Турра пĕлеççĕ, Унăн судĕнчен
Пытарăнма май çук çав усалсен.
Ав, путсĕрри киревсĕр ĕç пуçларĕ,
Çавна пула вăл çийĕнчех путланчĕ.

Турра манса каякан этемсем,
Тÿрккеслĕхпе çыхланнă халăхсем
Часрах тамăкалла кайса çухалччăр,
Унта кашнийĕшĕ пĕтсе пăчланччăр.

Çапах та мĕскĕннĕн пурăнакан
Тăрса юлаймĕ манăçа нихçан.
Ытла та чухăнни шанса тăни те
Ахаль пулмасть, ĕмĕтленни ун çитĕ.

Эй, Турă, тăр-ха, çирĕппĕн çĕклен,
Этем Сана нихçан ан çĕнтерейтĕр.
Тем тĕрлĕ халăхсем куллен, çуллен
Эс суд тунисене çеç хисеплеччĕр.

Эй, Турăçăм, хăрат-ха вĕсене,
Кашнийĕшĕ этем çеç иккенне,
Санран вăйсăррине куллен-кун туйччăр,
Эс пит мăнаçлине ĕненччĕр, курччăр.

Эй, Турăçăм, куляннă вăхăтра
Мĕскершĕн Эсĕ инçетре тăратăн,
Пире асăрхамастăн, ăнланмастăн,
Хăвах пĕлен-çке: шанчăк Пĕр Санра,

Куран-çке лайăх: мĕскĕне усал
Пит хĕсĕрлет, хăйне мăна хурса.
Мĕнех вара, чее çынсем аташчăр,
Инкеклĕ шухăшне шав пурнăçлаччăр,

Тÿрккес этемĕн чунĕ питĕ аскăн,
Çапах та мухтанма ялан хăять.
Ăна палкаççĕ: мулшăн антăхсассăн
Вăл хăйĕншĕн кăна шав тăрăшать.

Çав этемех Турра пит сивлесе
Ăна хисеплемесĕр пурăнать те,
Хăй ăшĕнче кĕç: Турă çук, тесе,
Çут чăнлăха та сивлемешкĕн хатĕр.

Ун çулĕсем кирек хăçан та ирсĕр,
Пĕртен-пĕр Сан суду пит инçетре.
Тăшманĕсем çине те кăçăн-ирĕн
Пăхать вăл йĕрĕнсе, кĕрет чĕрре.

Хăйне лăплантарса калать: аптрамăп,
Ламран лама пуçтарăнĕ мул, хал.
Çут тĕнчере нихçан усал курмастăп,
Ача-пăчам тĕл пулмĕ хурлăха.

Çăварĕнче ылханасси кăна ун,
Улталасси, çынна пĕтересси,
Кирек кама та суеçтересси —
Вăл çаксене тĕпе хурса пурнать халь.

Вăл путсĕр ĕç-хĕле мала хурать,
Çурт хыçĕнче хăй пытанса ларать.
Пĕр айăпсăр çынна кĕç вĕлерет те
Ним пулман евĕр пурăнать кĕретлĕн.

Е арăслан пек чăтлăхра ларать вăл,
Пит мĕскĕн этеме унта сыхлать.
Ăна асăрхасан, тÿрех тытать те
Танатине кĕç сĕтĕрсе каять.

Е пĕшкĕнет, выртать вăл лăпчăнса,
Хăй ăçтине пачах та палăртмасăр.
Чĕрнисемпе çынна чăрмаласа
Ăна суранлатать пĕр чарăнмасăр.

Çăмăлттай евер, вăл çапла шутлать-тĕр:
Сĕм-тĕттĕмре мана епле курать Вăл?
Çут тĕнчери çынсен мĕнпур ĕçне
Май çук асăрхамашкăн кулленех.

Эй, Турăçăм, эй, Туррăм, тăр, çĕклен,
Тертленекен этемсене ан манччĕ.
Çут шанăçа ан пĕтерсем куллен,
Хăв аллупа кашнийĕшне çăлсамччĕ. –

Усал, сив çын мĕскершĕн-ши Санран
Сума çумасăр пăрăнма хăятъ-ха?
Хăйне лăплантарса çапла калать вăл:
«Мана Эс айăпламăн нихăçан».

Курса тăратăн çын хурланнине,
Хĕсĕрлекенсене те шав сăнатăн.
Мĕскĕнреххи тăсать, ав, аллине,
Хĕрхеннĕрен, ăна Эс пулăшатăн.

Çылăхлисемпеле усаллисен
Вăй-хăватне пĕтер пĕр шеллемесĕр.
Кашнийĕнех чылай айăпĕсем,
Нимскер ан юлтăрччĕ аса илмешкĕн.

Çут тĕнчере Пĕр Турă çеç куллен
Патша пулса тăрать, хуçаланать Хăй.
Суя тĕнпе пурнакансен ыр ят çук,
Ун çĕрĕнче пĕтме тивет вĕсен.

Эй, Турăçăм, пĕлетĕн, мĕскĕнсем
Мĕн ыйтнине курса, илтсе тăратăн.
Санран тархасласа çапла ыйтасшăн:
Вĕсен чун-чĕрине тĕреклетсем.

Пурне те лайăххăн тăнланăçемĕн
Суд ту тертленекенпе тăлăха.
Пурне те лайăххăн тăнланăçемĕн,
Çынсенче мар, Санра вăл туптăр хал.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

10-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ.

Эп Туррăма кăна шанса пурнатăп,
Вăл мĕн хушать, Унпа çеç çураçатăп.
Чуна: «Эс кайăк пек вĕç ту çине, —»
Тесе хушатăр мĕншĕн кулленех?
Таса этемсене, ав, питĕ вăрттăн
Кĕресшĕн тĕттĕмрен усал çынсем.
Çĕмренсемпе уххисене вĕсем
Йăлт хатĕрленĕ: пултăр теççĕ, вăрçă.
Патшалăх тĕрекне кĕтмен çĕртен,
Шухăшламасăр хăвăрт пĕтерсен,
Саккунсăрлăх хуçалансассăн тăтăш,
Ун чух таса чĕреллисем мĕн тăвĕç?
Вырнаçнă Турă пĕлĕтсем çинче,
Вăл пурăнать таса кил-çуртĕнче.
Этемĕн ывăлне’ сăнанăçемĕн,
Мĕскĕнсене те асăрханăçемĕн,
Тÿр кăмăллă çынна кĕçех курать,
Тĕсет Хăех пусмăрлакансене те.
Пурне те хак парать, кайран вара
Вăл кураймасть усал чунлисене çеç.
Мехел çитсессĕнех, вĕсем çине
Вут-çулăмне е кÿкĕрт çумăрне
Пач шеллемесĕрех Пĕр Хăй юхтарĕ,
Усал çынсен кĕçех йышланĕ шарĕ.
Вĕтелесе илекен çил — самум та —
Тÿрккессисем хăйсем курассиех.
Мĕн-ма тесен, шăпи кашнийĕн сумсăр,
Эппин, вĕсем хĕн-хур кĕç тÿсеççех.
Шăп çавăнпа та Турă чăнлăха,
Тÿрĕлĕхе кăна савма пултарĕ.
Тÿр кăмăллин инкек-синкекĕ тарĕ,
Вăл тупĕ Унпала кăна вăй-хал.

11-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Сакăр хĕлĕхлипе. Давид псаломĕ
Эй, Турăçăм, çăлсам мана, çăлсам,
Умра тÿр кăмăллă этем юлмарĕ.

Çынсем пĕрне-пĕри улталаса,
Чееленсе çеç пурăнаççĕ мар-и?
Тÿрĕлĕхе ылмаштарса вĕсем
Тĕп чăнлăха куллен пăсма хăяççĕ.

Пĕрмай ултав серепине лексе,
Хăйсем сисмесĕрех шав аташаççĕ.
Чĕрисенче кашнийĕн тĕрлĕ шухăш,
Сăмахĕсем вара пач урăхла.
Сăн-сăпатне улăштараççĕ туххăм,
Суеçтереççĕ халăха ялан.

Улталакан çынсен шăпи синкерлĕ,
Явап тытма ак тивĕ-ха вĕсен.
Хăпартланса мухтаннăшăн куллен,
Пурне те Турă Хăй часах пĕтерĕ.

Пакăлтатаççе-ха: сăмахсемпе
Тăшмансене пит хăвăрт пĕтеретпĕр.
Тек пурăнмастпăр Ун саккунĕпе,
Пуçлăхсемпе те эпĕр килĕшместпĕр.

Çак тĕрĕсмарлăха сăнать те Турă:
Тăратăп, тет, Эп мĕскĕнсен енне.
Вĕсем куляннине халь ĕнтĕ куртăм,
Шăп çавăнпа кĕреп кашнин хутне.

Калать: этем пĕртен-пĕр вырăнне,
Хăш тĕлерех тăмаллине йăлт пĕлтĕр,
Пит кирлĕ-тĕк суялăха вăл çĕнтĕр,
Шав пÿлсе тăтăрччĕ ултав çулне.

Чăнах та, Туррăн тĕрлĕрен сăмахĕ,
Таса çич хут шăратнă кĕмĕлрен.
Енчен те тĕл пулсан темле йăх-ях та
Хăйне шанакана упрать куллен.

Эй, Турă, Эс пире ялан сыхлатăн,
Усал çынсем пĕрмай хÿтересрен.
Тÿр кăмăллă пулма хушса тăратăн,
Ирттерĕр, тетĕн, ыррăн ĕмĕре.

Этем ывăлĕсем, чăнах, нумайăн
Пăсăлнăçем тухаççĕ йĕркерен.
Турра вĕсем пĕрре те пăхăнмаççĕ,
Мăна хурса пурнаççĕ тĕнчере.

12-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ.

Эй, Турăçăм, Эс хăçанччен мана
Сас-хуравна памасăр пурăнасшăн?
Хăш тапхăрччен ăшпиллĕ çут сăнна
Пач кăтартмасăр инçетре тăрасшăн?

Хама хам тарăхса ман хăçанччен
Пăлханнă чунăма лăплатмалла-ши?
Пĕлÿ, тÿр çул шыранăçем чĕрен
Мĕскершĕн ир те каç кулянмалла-ха?

Усал тăшманăм чăнлăха пăсать,
Тĕрĕслĕхе куллен-кун пытарать.
Вăл хăçанччен манран çÿлте пуласшăн,
Тĕллевлĕ, ырă ĕмĕте хупласшăн?

Эй, Турăçăм, эй, Туррăм, хĕрхенсемччĕ,
Хăвна йăлăннине часрах илтсемччĕ.
Ман куçăма уçсамччĕ хăвăртрах,
Вилес теместĕп эп вăхăтсăрах.

Тăшманăм: çĕнтĕм халь ăна тесе,
Мехел çитмесĕрех ан каппайлантăр
Хĕн курнăран, аптăраса çитсен,
Мана хăвалакан та ан мухтантăр.

Эп Туррăн ырлăхне куллен шанатăп,
Ман чĕрене çăлнишĕн савăнатăп.
Усал-тĕсел пĕтнишĕн пурнăçра
Ăна мухтатăп юрă-сăвăра.

Эй, чунăм, эс Турра мухта ялан,
Вăл панă ырлăха нихçан ан ман.

13-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ.

Пĕр ăссăр çын шухăшламашкăн хăйнă:
Çук, имĕш, Турă ĕçĕ тĕнчере.
Куллен-кун питĕ тăрăшрĕ те хăйшĕн,
Юлташĕсем те пăсăлчĕç тÿрех.

Вĕсем, асса кайса, пит ирсĕрлемĕç,
Вăл пуррине пĕлсен те иккĕленчĕç.
Пăтравлă саманийĕ çитнĕ чух,
Халь ырă ĕç тăвакан çын та çук.

Çÿлтен этем ывăлĕсем çине
Пăхать те Турă, çакăн пек ыйтать Хăй:
Мана шыракансем халь çĕр çинче
Пĕтмен-и-ха? Хуравлама кам хатĕр?

Çул-йĕрĕмрен кашнийĕ хăвăрт тарнă,
Юрăхсăра тухса вĕсем аташнă.
Пăтравлă самани кĕрленĕ чух,
Ыр ĕç пурнăçлакан этем пач çук.

Йĕркелĕхе пăсакансем çаплах,
Выçса çитсессĕн, çăкăр çинĕ евĕр,
Халăхăма пĕтерĕç-шим тĕллевлĕн,
Турра чĕнмеççе-шим вара татах?

Сăлтавĕ çук ыр çыннăн хăраманшăн,
Анчах шиклен ĕç халь усаллисем.
Мĕн-ма тесен, мехел çитсен, вĕсен
Тÿр килĕ Унăн судĕнче тăмашкăн.

Кашнийĕ мĕскĕн шухăшĕнчен кулнă,
Çапах та шанчăкĕ чухăннисен
Çут тĕнчере хăй тĕллĕнех пĕтмен,
Вăл Турăра куллен сыхланнă, юлнă.
«Израиле Сион çинче тăрса
Çăлма пултарĕ кам вăйне парса? »
Енчен те Турă халăхне васкавлăн
Хăтарасах тесессĕн, ал парсассăн,

Ун чух Иаков1 савăнĕ чунтан,
Израиль хĕпĕртĕ пур кăмăлтан.
Эппин, Ăна — Турра — шав ĕненсемĕр,
Çăлакан килессе куллен кĕтсемĕр.

14-мĕш псалом

Давид псаломĕ
Эй, Турă, эп Санран тÿрех ыйтасшăн:
Таса Çуртна кĕме кам пултарать?
Тата çакна кăсăкланса вăлтасшăн:
Сион тăвĕ çинче кам вырнаçать?

Унта Пурнакансем телей тупаççĕ,
Чунтан ĕмĕтленни йăлт тулнăран.
Вĕсем Сана хавхаланса мухтаççĕ.
Куллен-кун ырлăх, сумлăх тулнăран.

Хуравăм Манăн çапларах.
Сире Пĕр пытармасăр пĕлтересшĕн Эпĕ:
Кам айăпсăр çÿрет çут тĕнчере,
Тÿр ĕçĕпе ÿсет ун шав хисепĕ,

Куллен элеклесе кам паврамасть,
Тус-тантăшне нихçан сутмасть, вăрçмасть,
Хирĕçнине тăрать пач йышăнмасăр?
Çав çын Ман Çуртăма кĕрет чăрмавсăр.

Хисепсĕр этемрен вăл йĕрĕнет,
Мухтать Турра ĕненекенсене.
Анчах усал çынна сăмах парсассăн,
Ăна та пурнăçлать пăркаланмасăр.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

15-мĕш псалом

Давид юрри
Эй, Турăçăм, сыхла мана, сыхла,
Пĕр Сан çине кăна шанса пурнатăп.
Ют çынсемпе пурăннăран ялан,
Эс пулăшассине туйса тăратăп.

Турра каларăм эпĕ çакăн пек:
Парне парассине кĕтместĕн Эсĕ.
Айăпăма та палăртмастăн тек,
Ĕç-хĕлĕмпе Сана çеç ĕненесчĕ.

Ман ырă кăмăлăм çак çĕр çинче
Кирек хăçан таса çынсен енче.
Кашнийĕшне Эс Ху пĕлсе суйларăн,
Эп халь вĕсем патне çеç туртăнасшăн.

Ют турă çывăхне васкакансен
Хуйхи-суйхи куллен-кун нумайлантăр
Вĕсен юнланнă парнине кÿрсе,
Таса ята ямастăп нихăçан та.

Мĕн-ма тесессĕн, вăл çав ĕçпеле
Турра кÿрентермест. Ăна итлет.
Ун шухăшĕ çапла: тÿрккес этемĕн
Кунçулĕ йĕркеленĕ, тен, ĕретлĕн.

Пуяс тесе вăл хăйĕн укçине
Сĕнмест нихçан та чухăн, çынсене.
Ал çавăрсассăнах, парса тататăр,
Усламĕ кирлĕ мар, тет, ураланăр.

Вăл айăпсăр çынна кÿрентермест,
Вăрçăшăнса ун пурлăхне илмест.
Кун пек таса пурăнакан этемĕн
Кунçулĕ ĕмĕр-ĕмĕрех илемлĕ.

Мана пĕр Эсĕ çеç тивĕçтеретĕн,
Пуянлăхна, ĕçме-çиме сĕнетĕн.
Паратăн тăнăçлăх, сÿнми телей,
Пурнăçăма ăшпиллĕн йĕркелен.

Патшалăхăм чиккийĕсем иртеççĕ
Чи лайăх пулăхлă çĕрсем çинче.
Умра мĕн пуррине еăнанăçем,
Чăнах та, кăмăлăм ман тулчĕ, тетĕп.

Шăп çавăнпа хама ăса кÿртнишĕн,
Турра мухтатăп эп чунтан-вартан.
Каçпа та Вăл мана ÿкĕтленишĕн,
Ун ыр пилне манмастăп нихăçан.

Ăна курса эп тăтăм хам умра:
Кирек хăçан пăхать Вăл сылтăмран.
Эппин, сăлтавсăрах пуçа усмастăп,
Çут тĕнчере нихçан аптăрамастăп.

Тинех хăпартланса тапать чĕремçĕм,
Çумра пулнишĕн Турă — хĕпĕртерĕм.
Ман ĕçĕм-хĕлĕм халь ăнса пырать,
Мĕн ĕмĕтлентĕм—çав пурнăçланать.

Эс хăвармастăн тамăкра чуна,
Çавна пула ÿт-пĕвĕм тин канать.
Таса этеммÿне айăпламастăп,
Ăна çĕрте çĕрсе кайма памастăн.

Мана Эс чĕрĕлĕх çулне кăтартăн,
Çителĕклĕ çут савăнăç Санра.
Çын ĕмĕр ырă курасса туятăп,
Кăмăлунта Вăл, сылтăм аллура.

16-мĕш псалом

Давид кĕлли

Эй, Турăçăм, ман чăнлăха пĕлсемччĕ,
Йĕрсе йăлăннине аван тăнла.
Чĕлхе-çăвар хальччен суеçтерменччĕ,
Эппин, çак кĕллĕме Эс хапăлла.

Мана Эс айăпла, Хăвах суд ту,
Мĕн-ма тесен, сăлтавсăр шар куратăп.
Çут чăнлăха тупассине шанатăп,
Май пулсанах, тĕрĕслĕхе Хăв туп.

Сăнарăн чĕрене, ăна çĕрле те
Курса тăруçăн витĕрех тĕнчерен.
Чунра шухăшăмсем улшăнман чух,
Манра Эс кăлтăк тин тупаяс çук.

Этемĕн тĕрлĕ, ĕç-хĕлне пăхса,
Сăмаххуна пĕрмай асра тытса,
Ултав серепинчен хама сыхларăм,
Хĕсĕрлекен çын çулĕпе каймарăм.

Эппин, мана Хăвах тĕреклентер,
Çул-йĕрÿпе утмашкăн меллĕ пултар.
Ĕненÿпе пурнасчĕ халь чипер,
Яка сукмак çинче ура ан шутăр.

Эй, Турăçăм, пĕлетĕп, Эс илтетĕн,
Шăп çавăнпа Сана тархасласа,
Эс хăлхуна ман еннелле тайса,
Сăмахăма тăнлассине кĕтетĕп.

Тĕлĕнмелле ырăлăхна кăтарт,
Хăвна шанакана ал пар, хăтар.
Эс — Çăлакан. Сана хирĕçлекенĕн
Вăй-халĕ чакса пытăрччĕ куллен-кун.

Куç шăрçине пăхса усранă евĕр,
Çут тĕнчере упра мана тĕллевлĕн.
Хĕн-хур кăтартнăран усал-тĕсел,
Ура хума ан пултăр унăн мел.

Хăв çунаттун тÿлеклĕ хÿттинче
Чуна сыхлаччĕ Эс тăшмансенчен.
Тăнăçлăхра вара эп тин лăпланăп,
Ыр кăмăлна кура тупайăп канăç.

Анчах вĕсен чĕри çу ăшне путнă,
Кÿлеписем чир-чĕрпеле çеç тулнă.
Мăнаçланса пуплеççĕ. Ыр сăмах
Чĕлхи-çăварĕнчен тухмасть пачах.

Мала ура ярса пусма май çук,
Мĕнпур енчен йăлт хупăрланă чух.
Тĕртсе ярса çĕре ав, ÿкересшĕн,
Куçĕсемпе çиеççĕ. Пĕтересшĕн.

Выçăхса çитнĕ арăслан пекех,
Туртса çурасшăн пытанса лараççĕ.
Ытла та хăратаççĕ-çке хальхаççăн,
Май пур-ши хăтăлмашкăн чиперех?

Эй, Турă, тăшмансен умне ÿксе
Пĕтерччĕ кашнине часрах шеллевсĕр.
Пăчлантăр яланах вĕсен тĕллевĕ,
Ман чунăма ан илччĕр усалсем.

Эй, Турăçăм, хăтар çав çынсенчен,
Вĕсем халь çеç пурнаççĕ çĕр çинче.
Эс панă пурлăхпа кашни тăраннă,
Питне, кÿлепине веç мăнтăрлатнă.

Ачи-пăчи валли кашнийĕн ырлăх
Пач кулянмасăр пурăнма çитет.
Таса çынна ура хураççĕ, ыррăн,
Пурнасшăн мар. Мана мĕскер кĕтет?

Кĕлĕ чатăрĕнче пулаймасан,
Чунăмпала Сана курса умра
Асилĕп те Сăнна, пăхса тăранăп,
Пур кăмăлтан ирпе, каçпа пуççапăп.

17-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Турă чури Давидăн; Вăл ку юррăн сăмахĕсене Турă ăна пур тăшманĕсен аллинчен те, Саул аллинчен те, хăтарсан, Турра тав туса юрланă, Вăл каланă:

Эй, Турăçăм, Эс — ман тĕрек-хăватăм,
Сана чунтан-вартан эп юрататăп:
Хăтарнăшăн Саулăн аллинчен,
Упранăшăн тăшман тапăннинчен.

Ту евĕр пит мăнаçлă, Аслă Туррăм
Е выльăх мăйраки пек курăнать.
Ун хÿттинче эп çăлăнтăм, вăй тупрăм,
Ăна çеç манăн чун шанса пурнать.

Турра халь мухтамашкăн пур-çке тивĕç,
Шăп çавăнпа та йăлăнăп пĕрмай.
Вара тăшманăмсем алхапăл тивмĕç,
Мел пулĕ вĕсенчен шав хăтăлма.

Чăнах та, вилĕм чирĕсем мана,
Хам сисмен чух, ытла та хăвăрт ерчĕç.
Йĕркесĕрлĕх куллен-кун шиклентерчĕ,
Хура вăйсем хăратрĕç ыр чуна.
40
Сив тамăк сăнчăрпа хупăрласассăн,
Кĕтмен çĕртен танатана çаклантăн.
Туяттăмччĕ; йĕри-тавра сехмет,
Эппин, куççулĕм ман ахаль ÿкмен.

Вара хĕн курнăран, Турра чĕнсе,
Вăл илтессе туйса, пит тархасларăм.
Йăлăннă сассăм Ун патне çитсен,
Мана, чăнах та, Хăй часах тăнларĕ.

Тăшмансене ытла çилленнĕрен,
Çĕр чĕтреме те силленме пикенчĕ.
Вăл хушнипе пит çÿллĕ мăн тусен
Никĕсĕсем хускалчĕç те кисренчĕç.

Ун çиллипе йÿç тĕтĕм макăрланчĕ.
Вут персе тухрĕ те çăварĕнчен
Вĕри кăварĕ, шав тăкăннăçем,
Умра мĕн пуррине йăлтах çунтарчĕ.

Унтан Вăл пĕлĕте тайăлтарсассан,
Хуçа пулса аялалла ансассăн,
Сĕм-тĕттĕмре — урийĕ айĕнче —
Тавралăх курăнчĕ ытла кичем.

Кăшт тăрсанах, херувимсем çине
Ларсассăнах, кĕç малалла васкарĕ.
Сив çил Ăна пачах чăрмантармарĕ,
Шав сарса пычĕ хăйĕн çунатне.

Вут-хĕмлĕ çутăран Ун умĕнче
Илемлĕ тĕслĕ пĕлĕтсем шăв тарчĕç.
Пăр, кăварпа пĕрле хутăшнăçем,
Çĕре пĕр вĕçĕмсĕр ÿкме пуçларĕ.

Кĕç пĕлĕт çийĕнче Хăй пуррине
Пĕлтерчĕ Турă: вăйлăн кĕмсĕртетрĕ.
Куçа шартарчĕ, çиçĕм уххине
Тăшман енне вĕçтерчĕ, хĕрхенмерĕ.
Тавралăх ишĕлес пекех кисренчĕ,
Саланчĕ хĕм çути тĕттĕмлĕхре.
Хăй çеç Хуçа пулса çут тĕнчере
Çаплах Вăл çиçĕмне пĕрмай çиçтерчĕ.

Эй, Турă, Сан сассун кĕрлевĕпе
Хаяр çиллÿ çил пек капланнипе,
Тĕнчен пур никĕсĕ уçăлнăçемĕн,
Çăлкуçĕсем те курăнчĕç илемлĕн.

Мана Вăл тинĕсрен — çылăхсенчен,
Шыв ÿт-пĕве çăтса ярас тесен те,
Хăй аллине кĕç пачĕ те çÿлтен,
Вара çăлăннă майăн тĕреклентĕм.

Хăтартăн Эсĕ Турăçăм мана
Йÿç шурлăх пытарассинчен чуна.
Тăшманăмсем, чăнах, хăватлăрахчĕ,
Сăлтавĕ пур е çук — пит кураймастчĕç.

Эп тарăхса та ывăнса çитсеччĕ,
Мĕн-ма тесен, вĕсем çула пÿлетчĕç,
Çапах та Вăл майне-шывне тупса
Каларĕ: сирĕлтер санран усал.

Мана Хăй Турă читлĕхрен хăтарчĕ,
Васкавлăн, ăшшăн ирĕке кăларчĕ.
Тинех эп Унăн ырлăхне курса
Çут тĕнчере пурнатăп савăнса.

Тÿрĕлĕхе шав кăмăлланă чух,
Ун умĕнче таса пулнишĕн чун,
Мана ыр шухăшсемшĕн Вăл тав турĕ,
Шăп çавăнпа умран тин хăпрĕ хурлăх.

Вара Ăна курсан, хавхаланса,
Ун çулĕпе утсан, çапла каларăм:
Эп Турă умĕнче ята упрарăм,
Эппин, теп тăваймасть мана усал.

Вăл Хушнисем, ыр заповечĕсем
Кирек хăçан та асăмран каймаççĕ.
Ытла та лайăх-çке Ун йĕркисем,
Чунра упратăп вĕсене, манмастăп.

Ун умĕнче эп айăпа кĕмерĕм
Ултавлă çул-йĕре сивленĕрен.
Тем тĕрлĕ çылăхран тăрасчĕ, терĕм,
Çавна пула сыхланнă чун-чĕре.

Çут чăнлăха шав килĕштернĕрен,
Ман ал-ура пит тасине кура-ши,
Лайăххине Вăл сăнаса тăрать те
Ыр ĕçшĕн пулăшма пĕлет куллен.
Эс тÿрĕ çыншăн ĕмĕр-ĕмĕр лайăх,
Тÿрккессисемшĕн яланах усал.
Кам хĕн курать, çавна пĕрмай çăлатăн,
Чакать вара мăнкăмăллин вăй-хал.

Эй, Турăçăм, Эс манăн çуртана
Чĕртетĕн те илемлĕ çуттуна.
Тавралăха ăшпиллĕн сапалатăн,
Умри тĕттĕмлĕхе сирсе яратăн.

Эс юнашар пулсассăнах, Санпа
Тăшман çарне йăлт çĕмĕрсе тухатăп.
Хавхаланса тăрса хăватупа,
Чăрмавлă хÿме урлă эп каçатăп.

Пĕртен-Пĕр Туррăн хаклă ыр сăмахĕ
Çăлкуçĕнчен те, шур юртан таса.
Енчен ура хурсан темле йăх-ях та,
Сана Вăл пулăшĕ çине тăрса.

Тÿр кăмăллă çынна кам хÿтĕлетĕр
Çут тĕнчере Хăй Турă пулмасан?
Хуравĕ паллă-çке кирек хăçан:
Хута кĕрет Вăл çеç — çакна пĕлетпĕр.

Пĕртен-Пĕр Турă хăватне пиллет,
Сан пилĕкÿ тĕреклĕ пултăр, тет.
Çул-йĕрĕме тÿп-тÿрĕ тăвассишĕн,
Ăна куллен-кун такăрлатассишĕн,

Пит тăрăшать Вăл: санăн урусем,
Пăлан ури пек, çăмăлланнăçем,
Ту тăррине çитейччĕр, тет, васкавлăн,
Çÿлтен сăначчĕ таврана мăнаçлăн.

Мухтавлă Турă ăс-халне сĕнет:
Сан аллусем вăрçма та пĕлччĕр, тет.
Хул-çурăмăм вара тĕрекленсессĕн,
Тăшман енне вĕçеççĕ ухасем кĕç.

Эс, Турă, Хăвăн хÿтлĕхне илсе,
Аллусемпе мана тытса тăратăн.
Куллен-кун пулăшса та хĕрхенсе,
Ят-сумăма çĕклен, аслăлататăн.

Умри çула ялан кĕскетнĕ май,
Утăмсене Хăвах пыеăклататăн.
Тин чĕтремеççĕ урасем те ман,
Çавна пула татах хăюлланатап.

Тăшмансене хăваласа каятăп,
Шик туйăмĕ чунра пачах та çук.
Кашнийĕшне, пит хăвăрт тарнă чух,
Йăлт пĕтермесĕр эпĕ таврăнмастăп.

Тĕреклетсе вăй-хăватна Эс патăн
Пилĕкĕме, вăрçа эп хутшăнсассăн.
Çавна пула манпа çапăçакан
Ура айне ÿксе пĕтет ялан.

Сана кураççĕ ман тăшманăмсем
Хăра-хăра, ÿксе-тăрса тараççĕ.
Хама курайманнипеле вĕсем
Вĕчĕрхенсе те тарăхса канаççĕ.

Элчелĕ çитнĕрен пит йăлăнаççĕ
Турра: Эс, пулăш, теççĕ, тархаслаççĕ.
Анчах та тăнламасть Вăл вĕсене,
Илтсен те, парас çук Хăй сассине.

Енчен те çын асап, хĕн-хур курсан,
Малтан Ăна хăй пăхăнмасть пулсан,
Этем хутне Вăл хăвăрттăн кĕрет-им,
Сас кăларса ÿхленине илтет-им?

Çил тусана йăлтах вĕçтернĕ евĕр,
Тăшмансене таптатăп эп тĕллевлĕн.
Вĕсен палли-йĕррийе çĕр çинче
Пĕрлештĕр пылчăкпа пĕрле веçех.

Мана Эс халăхăн пăлхавĕнчен
Хăтартăн та каларăн: пул халь пуçлăх
Хам палламан çынсем, чăнах та, пурте
Итлеççĕ, пахăнаççĕ-çке куллен.

Хăйсем сăн-пит ĕмĕ курман пĕрре те,
Анчах сăмахăма танланăçем
Йăпăлтатаççĕ кашниех: ĕретлĕн
Пурнасчĕ пирĕн туслăн çĕр çинче.

Ют халăхсем çитĕнĕвĕ курса,
Сăнран-питрен йăлт улшăнса кайса,
Манран хăранипе тăр-тăр чĕтреççĕ,
Хăйсем вăйсăррипе хÿтĕленеççĕ.

Хавхаланса калатăп эп çапла:
Мухтавлă Турă ырă-сывă, чĕрĕ.
Кирек хăçан та Вăл мана çăлать,
Кирек хăçан ман хутăма Вăл кĕрĕ.

Лару-тăру çивĕчленсе кайсассăн,
Тăшмансене пит хыттăн тавăрать.
Вĕсем умри çула пÿлме хăйсассăн,
Халăхсене хама пăхăнтарать.

Терт-инкекрен пĕрмай Хăтаракан!
Хăв пилÿпе мана асла кăлартăн.
Тăшманăмран, ытла хаяр çынран,
Тăрăшнипе, Эс çеç çăлма пултартăн.

Эй, Турă, çавăнпа эп ыр ятна
Ют халăх хушшинче ялан мухтатăп.
Çÿле çĕкленĕçем куллен Сана,
Чапна сума суса аслăлататăп.

Ху ыйтнипе Давида çу сĕрсеччĕ,
Ăна патша пулма Хăвах сĕнсеччĕ.
Эппин, халь ун йăхне те ĕмĕрех
Пиллетĕн, тетĕп, ырлăх тĕнчере.

18-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ.

Пĕлĕтсене Хăй Турă çеç пултарнă.
Вĕсем Ун мухтавне çирĕплетсе,
Ытла та чаплă пирĕн ыр ĕçсем,
Тесе кÿллен куçаççĕ вырăнтан ав.

Çынна Вăл пурлăх, ырăлăх парать,
Çÿл тÿперен вĕт çумăр çутарать.
Çуллен тем тĕрлĕ çимĕç тулăх пултăр,
Этем юн куртăр, тет, ан чактăр мулĕ.

Куçа пач курăнман вăй-хăватне,
Хăй çеç пултарнă япаласене
Пурне те кăтартать те ирĕн-каçăн,
Аса вĕренччĕр, тет, çынсем хальхаççăн.

Ун сассине тăнлать тем тĕрлĕ халăх,
Итлет пĕр чарăнмасăр пур тавралăх.
Сăмахĕ тĕнчене сарăлнă чух,
Ăна пĕлмен, туйман чĕлхе те çук,

Çут ĕненÿ мĕн илтнинчен килсен,
Ыр сăмахсем Пĕр Турăран тухсассăн,
Хĕвел те çавнашкал, Вăл Хăй хушсассăн
Хĕмне салатĕ пур çĕре пĕччен.

Вăл туй керменĕнчен тухан кĕрÿ пек,
Ытла мăнаçлăн савăк курăнать.
Е, хăвăрт чупакан çын пек хĕрÿллĕн
Çÿл тÿпере çиçсе, куçа шартать.

Е пĕлĕт хĕрринчен çунса тухать те
Çитетĕп, тет, çак вырăна каллех.
Пĕрьевĕрлĕх ăна йăлăхтарать-тĕр,
Çавах хĕмне тăкать пĕр пек куллен.

Шăп çакăн евĕр Туррăн пил сăмахĕ.
Саккунĕ те чипер, çиçет ахах пек.
Ача пеккисене ăса кÿртет,
Хевтесĕррисене çÿле çĕклет.

Вăл хушнă йĕркесем куçа уçаççĕ,
Чуна савăнтараççĕ кунсерен.
Ун заповечĕсем çут тĕнчере
Тĕрĕслĕхе тупма вăй-хал сунаççĕ.

Пĕртен-Пĕр Турăран шав хăрани
Тасалăхпа, çут чăнлăхпа танлашĕ.
Ун тÿрĕ судĕнчен те шикленни
Каярахпа этемшĕн пулĕ лайăх.

Ламран лама куçса пыран халалĕ,
Çынсемшĕн ылтăнран та хаклăрах.
Вăл пыл тумламĕнчен те тутлăрах,
Унпа кăна ÿсет этем хавалĕ.

Сан чуруна çав йĕркесем сыхлаççĕ
Усал-тĕсел пĕрмай хĕсĕрлесрен.
Пĕр вĕсене çеç пăхăнни хальхаççăн
Ăна сăвап кÿрет çут тĕнчере.

Шухăшламасăрах е ăнсăртран
Кĕрсе ÿксессĕн çылăх ытамне эп,
Çавна кам асăрхать-ши пурнăçра?
Кун пек пулсан, пĕтер айăпсене Эс.

Эп çылăх тăвасса курса тăран-тăк,
Чарсамччĕ çийĕнчех Хăв чуруна.
Чăнах та, пăсăлассинчен хăратăп,
Эппин, çав сехметрен хăтар мана.

Эй, чунăма Тĕреклентерекен,
Ÿт-пĕвĕме куллен Хÿтĕлекен,
Ăшчикĕмри шухăшăмсем, сăмахăм
Сана пит килĕшсен, манпа çырлахчĕ!

19-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ.

Хĕн курсанах, Турра чĕнсен, Вăл илттĕр,
Йăлăннă сассăм Ун патне çеç çиттĕр.
Иаковăн Турри сана пĕрмай
Терт-инкекре пĕлинччĕ сыхлама.

Таса Çуртĕнче Пурăнаканскер,
Вăл пулăшса тăринччĕ халь чипер,
Сионăн çÿллĕ, чаплă тăвĕнчен те
Тĕрек-хăват паринччĕ, теп, куллен-кун.

Эс кÿнĕ хаклă парнесен хисепĕ
Ун асĕнчен ан кайтăрччĕ нихçан.
Çунтарса панă мăнтăр выльăхсемшĕн
Сана Вăл кăмăллатăрччĕ ялан.

Çут ĕмĕтÿ епле, çавна кура
Ыр шухăшна куллен Вăл тивĕçтертĕр.
Мĕне шанса тăратăн пурнăçра,
Пурне те Турă йăлт туса çитертĕр.

Тархасласа ыйтни пурнăçлансан,
Кĕрешÿре эс çăлăнса тухсан,
Эпир Ун ячĕпе ялав çĕклетпĕр,
Пĕр саншăн пурте питĕ хĕпĕртетпĕр.

Пĕлсе тăратăп ĕнтĕ эпĕ лайăх:
Çу сĕрнĕ çыннине Вăл Хăй çăлать.
Пит чаплă пултăрччĕ, тет, ун малашлăх,
Ăна хĕн курнăран шав пулăшать.

Таса пĕлĕчĕ çийĕнче Тăраканскер,
Хăюллăн сылтăм аллине çĕклет те
Вăй-хăватне тăкма пуçлать тĕллевлĕн,
Вара çын нушаран тухать чипер.

Хăшĕ-пĕри çар ураписене
Е теприсем лашисене мухтаççĕ.
Эпир, ак, хамăр Туррăн ыр ятне
Çÿле çĕклетпĕр кашниех хальхаççăн.

Ăна мухтанипе сăх тăшмансем
Чăтса тăрайманран тарма пуçларĕç.
Çапăçура ÿксе, пĕтсе лăпланчĕç,
Аваймĕç пирĕн пилĕке вĕсем.

Эй, Турăçăм, эппин, Хăв çеç суйланă
Патшамăра çăлсамччĕ инкекрен.
Эпир Сана куллен-кун тархаслатпăр,
Йăлăннине илтсе, вăй пар пире.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

20-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ.

Эй, Турăçăм, пĕлсемччĕ Эс, патшамăр,
Сан хăватна туйса пит савăнать.
Хăй çăлăннăшăн, тек курманшăн шар вăл,
Тăшман унран тăршшине мухтанать.

Ăна синкерлĕ вăхăтра манмарăм
Пурнăçлаттартăн ырă ĕмĕтне.
Чĕлхи-çăварĕ мĕн йăлăннине
Илтсессĕн пулăшма тÿрех васкарăн.

Патшамăра тĕл пултăн, парăнмарăн,
Ăна пиллĕр ĕн Хăвăн ырлăхна.
Ылтăнпала çиçĕн коронăна,
Хуçа пулсам, тесе Хăв тăхăнтартрăн.

Санран вăл пурăнма кунçул ыйтсассăн,
Тĕртсе ямарăн сиввĕн, алă патăн:
Телей тупатăн, терĕн, тĕнчере,
Араскалу тивлетлĕ ĕмĕрех.

Эс çăлнипе кăна ыр ят вăл илчĕ,
Хисепĕ халăхра ун ÿснĕрен.
Йăлтăртатса ларан çĕн çурчĕ-килĕ
Тĕрекленме пуçларĕ çулсерен.
Ăна ĕмĕрлĕхех Эс пиллĕх патăн,
Шăл çавăнпа вăл çăмăллăн пурнать.
Сан Çут Сăнна патша умра курать те
Çак сăлтава пула хыт савăнать.

Патшамăр пирĕн Халь Турра шанать,
Çут тĕнчере ăна нимскер хăратмĕ.
Унран кăна илсе тăрсан хăват,
Пурнăçĕнче нихçан та вăл аптрамĕ.

Тăшманăмсем патне Эс хăвăрт çитĕн,
Вĕчĕленсе пурнаканскерсене,
Сылтăм аллупала тупса, пит çиллĕн
Хыт тавăрăн, кăтартăн Ху Камне.

Çилленнĕ вăхăтра кашнийĕшне
Кăмакана пăрахнă пек çунтарăн.
Усал ĕçпе çыхланнăскерсене
Пĕртен-Пĕр Туррăм — Эсĕ çеç тупатăн.

Ачи-пăчисене те Эс хĕрхенмĕн,
Тĕп тăвăн та вĕсен йăх тымарне,
Çумкурăксем пекех ан шăтчăр, тенĕн,
Тепре кĕртместĕп халăх хушшине.

Мĕн-ма тесен, кашнийĕ пит усалччĕ,
Сана пĕрмай хирĕçлеме пăхатчĕç,
Тÿрккеслĕхе тÿрех сивлерĕн те,
Хуçаланма каяймăр, терĕн, тек.

Эс вĕсенче пемешкĕн паллă тупрăн,
Пичĕсене тĕп-тĕрĕс тĕллесе,
Уххусене вĕçтертĕн çилленсе,
Каларăн Хăв: Ырра ан пÿлер урăх.

Эй, Турăçăм, хăватупа çĕклен,
Тем-тĕрлĕ йăх-яха çĕнтер куллен.
Пĕр Сан çинчен çĕн юрăсем юрлатпăр,
Ятна аслăласа куллен мухтатпăр.

21-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Шурăмпуç килнĕ чухне. Давид псаломĕ.

Эй, Турăçăм, илтсемччĕ Эс мана,
Эй, Турă, ма пăрахрăн ывăлна?
Йĕрсе йăлăннă сăмахсем хальхаççăн
Хама Çăлаканран инçе тăраççĕ.

Эй, Туррăм, кăнтăрла та тархаслатăп,
Анчах та мĕншĕн Эсĕ тăнламастăн?
Çĕрле те йăлăнатăп пĕр Сана,
Çапах та канăç лăпкамасть чуна.

Эй, таса Туррăмăр, Израиле Эс
Аслăласа пурнатăн тĕнчере.
Кирек хăçан та Хăв çеç çак çĕре
Мухтанине эпир аван пĕлетпĕр.

Аттемĕрсем те пĕр Сана кăна
Ыр курнă чух е терт-хĕнре пуççапнă.
Вĕсем хыт тархасланă яланах,
Вара кашнийĕшне Эс çеç хăтарнă.

Эй, Турăçăм, ăру пуçлăхĕсем
Мĕн ыйтнине Хăвах йăлт пурнăçланă.
Нихçан та намăса кĕмен вĕсем,
Çак ыр енсем çаплах юлсан аванччĕ.

Çапах та халĕ эп этем те мар:
Çĕрти хуртпа кăна, ав, танлашатăп.
Мĕн-ма тесен çын мăшкăлĕ пулма
Ытла ансат, çакна куллен туятăп.

Манран пур халăх халĕ йĕрĕнет,
Куракансем йĕкĕлтешсе кулаççĕ.
Иртен-çÿрен тĕл пулсанах питлет,
Вĕсем пуçĕсене сулса хурлаççĕ.

Анчах хăш-пĕрисем çапла пуплеççĕ:
Турра шанса пурнатчĕ вăл ялан.
Енчен те çак этем Ăна шăнсан,
Пулăшăвне, эппин, Хăй патăр, теççĕ.

Мана аннем ăшĕнчен Эс çуратнă,
Ун кăкăрен сĕчĕпеле пĕрле
Ĕмĕтленме, хавхаланма вăй панă,
Çавăнтанпа Сана савап куллен.

Сан пилÿпе çут тĕнчене эп килнĕ,
Сан пилÿпе тĕрекленме хал илнĕ.
Санран та çывăххи никам çук ман,
Пĕртен-пĕр Туррăм — Эсĕ çеç ялан.

Эппин, ан ютшăн, пăрахса ан кай,
Çумра, чăнах та, çук пулăшакан.
Инкекĕ-терчĕ пур енчен çывхарчĕ,
Сыв пуçăмпа çак нушаран тухасчĕ.

Васан тăрăхĕнче этем тем чухлĕ,
Унта çÿреççĕ самăр вăкăрсем.
Анчах мана асăрхасан вĕсем,
Хăрушшăн çавăрса илейрĕç туххăм.

Çав выльăхсем арăслансем пек выççăн
Ман çинелле вирхĕнчĕç умлăнÿ-хыçлăн.
Ÿт-пĕвĕме туртса çурас тесе,
Карса пăрахрĕç çăварне вĕсем.

Шыв юхса тухрĕ пек кĕлеткерен,
Шăмшакăм халсăрланчĕ. Ман чĕре,
Ăвăс çулçи вăл тейĕн, йăлт çемçелчĕ,
Ăшра ирĕлсе кайнăнах тĕпренчĕ.

Вут айĕнче тăм савăчĕ типейнĕн,
Вăй-халăм чакрĕ, пыр тĕпне чĕлхем
Çыпçăнсанах, чунра сÿнсен хĕлхем,
Мана виле тăприпе пĕрлештертĕн.

Çавăрса илчĕç çăткăн йытăсем,
Тапăнчĕç ушкăнпа усал çынсем.
Аллăмсене те, ман урасене те
Шăтарчĕç те хăратрĕç: кĕç пĕтетĕн.

Ырхан ÿт-пĕвĕмри шăмăсене
Суса тухма пулать: йăлт палăраççĕ.
Тăшманăмсем пăхаççĕ ман çине,
Пăхаççĕ те йĕкĕлтешсе кулаççĕ.

Тумтирĕме, хывса илнĕскере,
Çурас темеççĕ, вĕсене тÿрех
Шăпа ярса пĕр-пĕринпе пайлаççĕ.
Хăйсем мĕн тунине те чухламаççĕ.

Эй, Турăçăм, манса ан кай мана,
Ним пулман пек ан пăрăнсан, тархасшăн.
Шанса пурнатăп эпĕ Пĕр Сана,
Хăв чуруна васкаччĕ пулăшмашкăн.

Эс ман хăватăм, çавăнпа чуна
Тăшманăн хĕçĕнчен часрах çăлсамччĕ.
Пĕччен пурăнакан Хăв çыннуна
Вĕшле йытăсенчен те хăтарсамччĕ.

Усал единорог мăйракинчен,
Хăрушă арăслан çăварĕнчен
Е урăх инкекпе эп тĕл пулсассăн,
Çакна пĕлсессĕнех, тÿрех çăлсамччĕ.
Вара Сан ырă ĕçÿсем çинчен
Тăвансене хавхаланса пĕлтерĕп.
Хăвна çеç мухтăп халăх хушшинче,
Эс чаплине пурне те эп систерĕп.

Эй, Турăран хăракансем! Ăна
Çут тĕнчере пуççапăр та шав мухтăр.
Иаков йăхĕ тек ан пултăр суккăр,
Пурнăçлама вĕрентĕр халална.

Израилĕн мĕнпур этеммисем
Турра аслăласа çеç пурăнайччăр.
Çак çĕр çине килен çĕн ăрусем
Унран куллен-кун хăраса тăрайччăр.

Хĕн чăтакан куляннине курсассăн,
Вăл йĕрĕнмерĕ мăнкăмăлланса.
Тÿлек сăнне тăмарĕ пытарса,
Ăна çеç тăрăшрĕ шав пулăшмашкăн.

Шăп çавăнпа та пысăк пухура
Турра шав мухтаса кăна калаçăп.
Камсем хăраççĕ пурнăçра Унран,
Эп вĕсене асăннине йăлт парăп.

Нишлĕхрисем апат çисе тăранччăр,
Турра шыракансем Ăна мухтаччăр.
Иртсен те ĕмĕрсем черетленсе,
Чĕп-чĕрĕ пулччăр сирĕн чĕресем.

Вĕçĕ-хĕррисĕр çĕр çинчи çынсем
Ăса кĕреççĕ вăхăчĕ çитсен.
Вара вĕсем пĕр Ун енне çеç пăхĕç,
Ĕлĕкхи пек курнăçланса шав тăмĕç.

Суя тĕне пăхăнакан йăхсем те
Ăна кăна пуççапĕç, ма тесессĕн,
Мĕнпур патшалăх — Туррăн, халăха
Вăл çеç тытса тăрать, парать вăй-хал.

Çак çĕр çинчи тем тĕрлĕ мăнтăрсем те
Пĕр хăйсене çеç пÿрнĕ çимĕçе,
Çут тĕнчере куллен тутаннăçемĕн,
Лекеççĕ Унăн аллине кĕçех.

Мехел çитсен çĕре кĕрекенсем те,
Чунне ĕретлĕн усрайманнисем те,
Вăл Çырнинчен мала иртейменрен,
Ÿксе пуççапĕç Пĕр Ăна куллен.

Ман ачасем Унпа çут тĕнчере
Кирек хăçан килĕштерсе çеç пурнĕç.
Çынсем, сăмах-юмах тухсан, тÿрех,
Ку йăх, чăнах та, тейĕç, Туррăн.

Вĕсем кун куракан этемсене:
Тÿре — Вăл Хăй, тесе, шав ĕнентерĕç.
Куллен-кун Туррăн çутă чăнлăхне
Ним пытармасăр каласа пĕлтерĕç.

22-мĕш псалом

Давид псаломĕ.

Пĕртен Пĕр Турă Хăй кăна Кĕтÿçĕ,
Кирек хăçан та Хăй кăна Ертÿçĕ.
Çут тĕнчере пĕрле Вăл пулнă чух,
Сурăхсем евĕр эп аташас çук.

Мана ем-ешĕл улăха чĕнет,
Сип-симĕс курăкпа пит илĕртет.
Хĕвел шевлийĕ, лăпкă юханшывĕ
Калаççĕ пек: ыр кур та пул эс сывă.

Мăнаçлă Турă хăватне парать,
Мала утма хистет: тĕллевшĕн çун, тет.
Ун витĕмлĕ те чаплă тÿрĕ çулĕ
Хăйне куллен-кун пăхăнма хушать.

Кайсан та вилĕм тăракан варпа
Усал-тĕселсенчен эп хăрамастăп.
Мĕн-ма тесессĕн Эсĕ туюпа
Патаккупа та пурнăçа сыхлатăн.

Мана валли апат Хăв хатĕрлерĕн
Хаяр тăшманăм куçĕ умĕнчех.
Пуçа çу сĕртĕн, ырă çул пиллерĕн,
Ĕçес куркам та халь тăп-туллиех.

Çапла вара ĕмĕрĕм тăршшĕпех
Çунса тăрасчĕ çут тивлетÿпе.
Хĕрхенĕвÿ пачах та чакмасассăн,
Сан Çуртунта чылай ман пурăнасчĕ.

23-мĕш псалом

Давид псаломĕ
Эрненĕн малтанхи кунĕнче

Çак çĕр, ăна тултараканнисем те,
Тĕнчепеле унта Пурнакансем те,
Кашнийĕ — Туррăн ĕмĕр-ĕмĕрех,
Эппин, пурин Хуçи те Вăл Хăех.

Пин-пин юханшывпа тинĕссене,
Кÿлĕсемпе çут океансене
Вăл вырнаçтарнă питĕ килĕшÿллĕн,
Вăй-халĕпе Хăех тĕреклĕ, çÿллĕ.

Ырăлăхне сĕнен вырăнсене:
Кăлкан çеçенхире, пушхирсене,
Мăнаçлă тусене Вăл Хăй хăпартнă,
Халь ун çине кам улăхма пултарĕ?

Е Туррăмăн таса вырăнĕнче
Кам тивĕçлĕ тÿлек чунпа тăмашкăн?
Умра мĕн пуррине тĕпчен ĕçем
Эп çапларах сире хурав парасшăн:

Вĕсем çаксем: айăпсăр алăлли,
Таса чĕреллипе тÿр кăмăлли.
Тусне улталаман, чунне çимен çын
Ун умĕнче кирек хăçан ыр енлĕ.

Вăл Турăран, хăйне Çăлаканран
Çут тĕнчере куллен-кун пиллĕх илĕ.
Ырăлăхне кăна тĕл пулнăран,
Ун лăпкă чунĕ малашне те вилмĕ.

Ăна шыракансен шăпи çапла:
Вĕсем çут чăнлăха пит ĕненеççĕ.
Иаковăн Турри! Пĕр Санпала
Пулас терен çынсем, кур, хĕпĕртеççĕ.

Эппин, Сионра пурăнакансем,
Хула çывăхĕнче тăракансем
Хапхăрсене пурне те хăвăр çĕклĕр,
Мухтав Патшийĕ вĕсен витĕр кĕтĕр.

Ыйтасшăн эп: Мухтав Патшийĕ кам?
Пĕлместĕр ĕнтĕ, хуравлатăп хам:
Вăл вăрçăран çĕнтерÿпе çеç тухнă,
Вăл — пит тĕреклĕ те хăватлă Турă.

Эй, ĕмĕрхи хапхăрсене халь çĕклĕр,
Çак уява куракансем тĕлĕнччĕр.
Мухтав Патши чăрмавсăрах, тÿрех
Хуламăра Хăй пырса кĕтĕрех.

Тепре ыйтам: Мухтав Патшийĕ кам?
Илтмен çынна хурав паратăп хам:
Вăл, вăрçăра çĕнтернĕскер, чап тупнă.
Вăл — пит тĕреклĕ те хăватлă Турă.

24-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Эй, Турăçăм, Пĕр Сан патна кăна
Чунпа хавхаланса эп çĕкленетĕп.
Савăнтарассине Хăв чуруна,
Хута кĕрессине те ĕненетĕп.

Çут тĕнчере Сана шанакансем
Мĕн ыйтнине çуллен Эс пурнăçланă.
Сăлтавсăр намăса юлман вĕсем,
Çак йĕркесем çаплах пулсан аванччĕ.

Эй, Турăçăм, кăтарт çулусене,
Курса тăрасчĕ манăн вĕсене.
Сукмакупа утма пĕлÿ пухасчĕ,
Тăшманăма кура тÿр çул тупасчĕ.

Çут чăнлăху енне ярсам мана,
Вĕрентĕвне парсамччĕ яланах.
Пĕртен-Пĕр Турă, Эсĕ — Çăлаканăм,
Сана шанатăп эп кирек хăçан та.

Эй, Турăçăм, Хăв ĕмĕр-ĕмĕрех
Пит ырă кăмăллă. Çавна ан манччĕ.
Ăшăлăхна çеç панине пире
Епле пулсан та, асунтах тытсамччĕ.

Ман çамрăк чухнехи çылăхсене,
Сисмесĕр тунă япăх ĕçсене
Шутран кăларччĕ, эп, пĕлес килсессĕн
Паян та ÿкĕнетĕп-çке вĕсемшĕн.

Сăпайлăха мала хуракана та,
Ытла та лăпкă пит йăваш çынна та
Пĕртен-пĕр тĕрĕс çул-йĕрпе утма,
Ăна хисеплеме парать Вăл май.

Хăй Турă хунă ыр сăмахăн хакĕ,
Ун йĕркине тытакансемшĕн халĕ
Пурне те ырăлăх кăна пиллет,
Çут чăнлăха кăмăллама сĕнет.

Эй, Турă, питĕ пысăк çылăх ман.
Ыйтатăп эп: май ту пичĕ каçарма.
Ятна мала хурса хыт тархаслатăп,
Айăпăмран таса лаççа шанатăп.

Кам Турăран пит хăраса тăрать,
Кам Туррăмăра пăхăнса пурнать?
Çав этеме Хăй çул-йĕрне куллен Вăл
Йышăнмалли пирки пĕрмай вĕрентĕ.

Вара çак çыннăн чунĕ ырлăх курĕ:
Ару пуçне е ун пулас йăхне
Парнелĕ пурнăç тытакан çĕрне,
Ыттисенчен ăна мала шав хурĕ.

Пĕлме çук Туррăн пур ĕçĕсене,
Вĕсем ялан хăракансемшĕн кирлĕ.
Пĕрне Вăл пĕлтерет-ха сăмахне,
Анчах тепришĕн хупă Унăн пилĕ.

Каланă Хăй: патшалăхăм ĕçне
Пĕлмешкĕн йывăр та — эсир чухлатăр.
Çакна пач чухламан этемсене
Ытарлă чĕлхепе ăнлантаратăр.

Мĕн-ма тесен вĕсем, ав, умрине
Хыт сăнасассăн та нимскер курмаççĕ.
Илтсессĕнех хуплаççĕ хăлхине,
Ансат пулăмсене ăнланаймаççĕ.

Çапах та ман сăн-питĕм, çивĕч куçăм
Кирек хăçан та Турă умĕнче.
Танатаран пĕçертеççĕ кĕçех
Шанса тăратăп. Сывă юлĕ пуçăм.

Пăхатăп Ун çине, пит тархаслатăп:
Эп тăр пĕччен-çке, хĕрхенсем мана.
Кĕтсе илесчĕ Сан пулăшăвна,
Сăначчĕ тимлĕн: эп асапланатăп.

Ăшчикĕмри кулянăвăм йышланнă,
Хĕн-хурăм куллен-кун çумрах, умра.
Ÿкĕтлесе ыйтатăп: хăтарсамччĕ,
Канăçăма тупасчĕ пурнăçра.

Сан умăнта эп мĕскĕнленнине,
Çавна пула вăй-халăм чакнине
Курса тăратăн-çке, эппин, ăнланччĕ,
Мĕнпур çылăхăмран тухма май парччĕ.

Пăхсам, пăхсам, тăшманăмсем çине,
Йĕри-тавра вĕсем епле йышланчĕç.
Ÿстернĕçем хăйсен усал ĕçне
Кашнийĕ курайманлăхне вайлатрĕç.

Эппин, Эс чунăма шелле, хăтар,
Мана сăлтавсăр ан намăслантар.
Хăвна шанса тăни ахаль ан пултăр,
Сан вăй-хална тăшман та лайăх туйтăр.

Айăпсăр пурăнни, чăна савни
Каярахпа пулăшасса чухлатăп.
Çут тĕнчере Хăвна çеç ĕненни
Усаллăхран сыхланине туятăп.

Эй, Турăçăм, Израиль халăхне
Хăтар тертрен. Вăл мантăр хурлăхне.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

25-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Эй, Турăçăм, пĕлсе çитсем мана:
Эп айăпа кĕрсе çÿрес темерĕм.
Шанса пурăннăçемĕн Пĕр Сана
Эс ăнланас пирки иккĕненмерĕм.

Эй, Турăçăм, пĕлсе çитсем мана:
Тĕпчевлĕ куçупа пĕрмай сăна.
Шав тинкеретĕн ăшăм-чиккĕме Эс,
Курса тăратăн лайăх чĕреме те.

Ырăлăху Сан куçăм умĕнчех,
Çавна туятăп ĕнтĕ кулленех.
Çут чăнлăхна эп питĕ хисеплерĕм,
Çак çулпала хавхаланса çÿрерĕм.

Суеçĕ çынсемпе пĕрле лармарăм,
Чеереххисене те йышăнмарăм.
Вĕсем мана темтепĕр сĕннĕ чух
Ултавлăха эп йышăнассăм çук.

Усал шухăшлисен сăх ушкăнне,
Сивленĕçем вĕсен пуш ĕмĕтне,
Кашнийĕш уссăр иккенне кăтартрăм,
Эс хушнă йĕркене çеç кăмăлларăм.

Эй, Турăçăм, аллăмсене çăвам та
Хам айăпсăр пулнине кăтартам.
Хăвна парне парас тĕле пырам та
Çав вырăнта утса эп çаврăнам.

Сана мухтам тÿлек сассăмпала.
Хăватлă ĕç-хĕлне кашнийĕш туйччăр.
Ман чунăм Турăшăн çунать ялан,
Çакна усал сунакансем те курччăр.

Эй, Турăçăм, Сан Çурт-йĕрне юратрăм,
Ĕмĕрĕм тăршшĕнче куллен-кунах.
Унта пурнасчĕ-ха тесе вăрах,
Çак вырăна хăпартланса мухтарăм.

Ман чунăма çылăхлă çынсемпе
Пĕрлештерсе ярса ан çĕттерсемччĕ.
Ĕмĕрĕме юн тăкакансемпе
Эс вĕсемпе тесе, ан вĕçлесемччĕ.

Мĕн-ма тесен, тăшманăмсем çыхланнă
Куллен-кунах пит япăх ĕçсемпе.
Хăйсем кашнийĕш сылтăм аллипе
Тивĕçсĕр япала туса тултарнă.

Эй, Турăçăм, эп айăпа кĕместĕп,
Таса ятăма варалас теместĕп.
Эппин, синкерлĕхрен мана хăтар,
Хĕрхеннĕ май, чуна пĕтме ан пар.

Тăратăп эпĕ тÿрĕ çул çинче.
Шăп çавăнпа та халăх хушшинче
Эс ыррине хавхаланса пĕлтерĕп,
Чапли пирки те пухура систерĕп.

26-мĕш псалом

Давид псаломĕ. Çу сĕриччен.

Хăй Турă манăн çуттăм, çăлаканăм,
Эппин, камран халь пит хăрамалла?
Çут тĕнчере куллен-кун сыхласан Вăл
Камран сехĕрленсе пурăнмалла?

Усал ĕçпе çыхланнă тăшмансем
Шиклентерсе умри çула пÿлсен те,
Ман ÿтĕме çисе ярас тесен те,
Хăйсем çеç пĕтĕç вăхăчĕ çитсен.

Пит хăратса çар хускалас пулсан,
Юнаса тăракан пиншер çынран,
Вĕсем вăрçса килсессĕн пур енчен те,
Ăна шансассăн, нимĕнрен шикленмĕп.

Эп ыйтрăм Турăран пĕр çакна çеç:
Хама пилленĕ пурнăç тăршшĕнче
Куллен-кун Санăн Çуртунта пуласчĕ,
Илемлĕхне пĕр чарăнми пăхасчĕ.

Хĕн курнă кун Вăл кĕлĕ чатăрне
Пытарĕччĕ мана е Хăй Çуртне
Илсе кайса улах çĕрте сыхлатчĕ,
Чул ту çине улăхтарса яратчĕ.

Ун чух тăшманăмсем умне тăрса,
Пуçа эп çĕклĕттĕм мăнаçланса.
Е кĕлĕ чатăрне кĕрсе тухаттăм,
Ăна çеç мухтаса парне параттăм.

Хам Туррăма çĕн кĕвĕ каласа,
Юррăмпала мухтаттăм тав туса.
Эй, Турă, тархасланине илтсемччĕ,
Ĕлĕкхи пек ăшпиллĕн хĕрхенсемччĕ.

Манпа Хăв сăмахлатăн пек çапла:
«Сăн-питĕме курмашкăн тăрăшсамччĕ
Калас-тăк тÿррипе: Санпа ялан
Юнашарах пулсассăн, пит аванччĕ.

Эппин, Хăв чуруна тĕртсе ан ярччĕ,
Çилленнипе Сăнна ан пытарсамччĕ.
Эй, Турăçăм! Ан пăрахсам мана.
Эй, Çăлаканăм! Ăнлансам çакна.

Атте-аннем халь пăрăнчĕç манран,
Пулăшаканĕ Хăв çеç пурнăçра.
Эс ютшăнманнине курса тăратăп,
Кăмăлупа хапăлласса туятăп.

Эй, Турă, çулупа утма вĕрент,
Ăс пар хÿтĕленме тăшмансенчен.
Тÿп-тÿрĕ сукмаку çине тăрат та,
Вара йăх-яхсенчен тÿрех хăпатăп.

Хама пит курайман этемсенчен,
Элекçĕсен суя çăхавĕнчен
Хăтар мана, кашнийĕш халăха ав,
Улталама хăяççĕ-çке хальхаççăн.

Çапах та эп шанса тăратăп лайăх:
Тивлетлĕ пулатех умри малашлăх.
Юлатăп чĕррисен çĕршывĕнче,
Куратăп Туррăн ырлăхне кĕçех.

Хама хам хытарса çапла калатăп:
Чĕрÿн хăвачĕ пухăнтăр тесен,
Пулас килсессĕн пурнăçра ыр ятлă,
Пĕртен-Пĕр Туррăма шансам куллен.

27-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Эй, Турăçăм, тĕрекĕм, ман хăватăм,
Чĕнмесĕр ан тăр, эпĕ тархаслатăп:
Эс шăплансассăн, чунăмра начар,
Çĕре кĕрекен евĕр пулас мар.

Куллен-кун эпĕ хыт тилмĕрнĕ чух,
Çурту енне алла кăнтарнă чух,
Йăлăннă сассăма часрах илтсемччĕ,
Хута кĕрсе мана Хăв хĕрхенсемччĕ.

Усал çынсемпеле пĕрлештерсе
Мана сăлтавсăрах ан пĕтерсем.
Вĕсен сăмахĕсем: пулсан та ырă,
Чăн шухăшĕ пелĕшĕсемшĕн урăх.

Кашнийĕн ĕçĕ-хĕлĕ еплерех,
Çавна шута илсем, эппин, тÿрех.
Усаллăхне пула мĕнле малашĕ,
Тивĕçлипе пурне те халь хакла Хăв.

Çав этемсем Сана мала хумаççĕ,
Эс çеç пултарнă ĕç-хĕле савмаççĕ.
Шăп çавăнпа та çĕмĕр кашнине,
Вĕсем тепре ан килччĕр тĕнчене.

Пĕртен-Пĕр Турă яланах мухтавлă,
Ун ячĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пит мăнаçлă.
Шăп çавăнпа та йăлăннă сасса
Илтессине кĕтетĕп пăлханса.

Турра кăна шанса тăрать чĕремçĕм,
Вăл ман тĕрекĕм те хÿтĕлекенĕм.
Май килсенех, Хăй çеç пулăшнăран,
Ăна аслăлататăп пурнăçра.

Хăй халăхне те хÿтĕлет Вăлах.
Эппин, çу сĕрнĕ çывăх çыннине те
Май тупĕ сыхласа тăма вăрах,
Вара кунçулĕ пулĕ ун ĕретлĕ.

Шăп çавăнпа çăлсамччĕ халăхна,
Сан пилÿпе вăй-хăватна шав сартăр.
Ыр кăмăлпа упраччĕ Эс ăна,
Мухтавĕпе вăл ĕмĕр чаплăлантăр!

28-мĕш псалом

Давид псаломĕ
Чатăр праçникне ирттернĕ чух

Сиртен çеç, Турă ывăлĕсенчен
Тивĕçĕре пурнăçлама ыйтатăп.
Асла хурса Ăна чысланăçем,
Ун умĕнчи парăмăра йăлт татăр.

Туррăмăрпа, ятне кура куллен,
Мăнаçланса тăма эсир ан манăр.
Йăлтăртатса тăран Çуртне кĕрсен,
Ăна пĕрмай хисеплесе пуççапăр.

Мухтавлă Турă кĕмсĕртеттерет те
Сасси шыв çийĕнче кĕрлет темччен.
Куçа шартса вут-çиçĕм çиçтерет те
Вара илемленсе каять тĕнче.

Хăех Хуçа пулса Вăл тăнăçем,
Унран хăраççĕ çĕр çинчи çынсем.
Чăнах та, Туррăмăр сасси хăватлă,
Чăнах та, Туррăмăр сасси пит чаплă.

Пит çирĕп, йăрăс пÿллĕ кедрсем
Ун сассине илтсессĕн çилленеççĕ.
Вĕсен турачĕсем хуçăлнăçемĕн
Ливанăн тăвĕсем те шикленеççĕ.

Сириона та, ав, куç умĕнчех
Единорог сĕнет пек çилленсех.
Йывăçĕсем пăру пек сиккелеççĕ,
Унтан вăйран кайса çĕре ÿкеççĕ.

Сасси Ун пĕлĕт айĕнче кĕрлет,
Вут-çулăмне хăрушшăн вĕçтерет.
Тавралăх шавласа çеç тăнăçемĕн,
Ăна кураççĕ халĕ пур енчен те.

Пушхирсене те Вăл: чĕтрентерет,
Кадесăн тăрăхне кĕçех çитет те
Сар хăйăра пухса çÿле çĕклет,
Чĕрчунсене шеллевсĕр хÿтерет Хăй.

Ун сассине илтсен вăхăтсăрах
Пăланĕсем васкавлăн пăрулаççĕ.
Вăрман та çаралать пĕр самантрах:
Ем-ешĕл çулçăсем йăлт тăкăнаççĕ.

Чиркĕвĕнче йĕркелĕх Ун, тасалăх,
Мĕнпурĕ илĕртсе тăрать куçа.
Чапне те мухтавне кирек хăçан
Кунта çеç сăнама пулать пит лайăх.

Çынсен çак чăнлăха ăнланмалла:
Çĕре Вăл шыв илтернĕ чух ыран та,
Е ÿлĕм — вăхăчĕ чарăнмасан та,
Хăй Турă патшара ларать çаплах.

Вăл халăхне те шав хăват парать,
Ăна куллен ыр çул сунса тăрать.
Кашнийĕн пурнăç пултăр, тет, ĕретлĕ,
Шăпи кашнийĕн пултăр, тет, тивлетлĕ.

29-мĕш псалом

Давид псаломĕ
Кил-çуртне çĕнетнĕ чухнехи юрри.

Эй, Турăçăм, Сана аслăласа,
Тăшманăмсем хăпнишĕн тав туса,
Мана Эс пăрахманшăн савăнатăп,
Йывăрлăхра ал панăшăн мухтатăп.

Пĕр Хăв кăна чĕртен те пĕтерен:
Сив вилĕм е ыр пурăнăç сĕнен.
Эй, Турăçăм, эй, Турă, тархасларăм,
Çакна ăнлантăн та тÿрех сыватрăн.

Эй, Турăçăм, мана сив тамăка
Лекессинчен ăшпиллĕн Хăв хăтартăн.
Тĕртсе ямарăн тĕпсĕр шăтăка,
Унта ÿкессинчен куллен сыхларăн.

Эсир те Туррăн тÿрĕ çыннисем,
Ăна куллен-кун мухтама ан манăр.
Вăл тасине пĕрмай асăннăçем,
Ун чаплă ят-сумне шав аслăсамăр.

Ăнланăр: çилленни — самантлăха.
Кăмăллани вара яланлăхах.
Енчен те каçхине куççуль тăксассăн,
Иркÿлĕмех эсир пулатăр савăк.

Шутлаттăм ырă чух: хам йăварах
Хуйха-суйха курмасăрах вилетĕп.
Унччен пурнас кунсем çĕршывăмра
Хăйăр пĕрчи пек йышлă пулĕç, теттĕм.

Эй, Турăçăм, Эс ыр кăмăлупа
Ман тăвăма тĕреклентертĕн хăвăрт.
Анчах сăнна пытартăн, çавăнпа
Эп аптăрарăм. Чунăма халь тăвăр.

Çак сăлтава пула Пĕр Сана çеç
Эс манăн Турă-çке тесе кĕçех
Тархаслама пуçларăм: тăнласамччĕ,
Йăлăннă сассăма шута хурсамччĕ.

Енчен те юнăм уссăр тапăнсан,
Енчен те шăтăка кĕрсе выртсан,
Тăпрам Сана мухтать-им чарăнмасăр,
Çут чăнлăхна кам уçĕ хăрамасăр.

Эй, Турăçăм, эппин, мана илтсем,
Хĕрхеннĕ май часрах хута кĕрсем.
Мана пулăшаканăм пулччĕ, тетĕп,
Мĕн-ма тесен, Сана çеç ĕненетĕп.

Вара эп калăп: куççуле чарса,
Хуйха мантартăн та пит савăнтартăн.
Ман çийĕмри терт кĕпине хывса,
Тумна — хаваслине — Хăн тăхăнтартрăн.

Эппин, Сана шав аслăлаттăр чунăм,
Вăл килĕштертĕр ĕмĕр-ĕмĕре.
Манра упрантăр çакă чаплă туйăм,
Нихçан ан иксĕлтĕрччĕ чĕрере.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

30-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Давид псаломĕ. Аптраса çитнĕ вăхăтра

Эй, Турă, Сан çине шанса тăратăп,
Çĕре çити ÿкетĕп, пуççапатăп.
Ман тĕлĕшпе Эс тÿрĕ пулнă чух,
Пурнăçăмра эп намăс курас çук.

Сăмахăма пит тимлĕн итлесем.
Инкек-синкек пĕрмай капланнăçем,
Мăн чул пекех тĕрек пул Эсĕ манăн,
Е Çуртунта май килтĕр пытанмашкăн.

Ту евĕр, пит мăнаçлă Аслă Туррăм,
Чи шанчăклă хÿме те Эс Хăвах.
Ертсе çÿре мана халь ыр ятушăн,
Пăхса тăрсам çул-йĕрĕме татах.

Серепине тăшман карса хурсассăн,
Лекес пулсассăн çав танатана.
Хута кĕрсе унтан кăлар мана,
Тĕрекĕм те пĕр Эс кăна хальхаççăн.

Шăп çавăнпа хам чунăма шанса
Сан аллуна паратăп та калатăп:
Эй, чăнлăхăн Турри, мана часах
Хăвах хăтарасса кĕтсе тăратăп.

Суя тĕнпе çеç пурнакансене
(Вĕсем чыслаççĕ пуш теттесене. )
Кирек хăш самантра та кураймастăп,
Пĕртен-Пĕр Туррăма çеç эп шанатăп.

Эппин, ырăлăхушăн савăнам,
Ăна туйса тăма Хăвах май патăн.
Хуйха пула пит канăçсăр чуна,
Çакна та пурнăçра Эс асăрхарăн.

Мана Хăвах танатаран хăтартăн,
Тăшманăм аллине лекме памарăн.
Умри çула пĕрмай сăнанăран,
Ирĕкелле утма май пур халь мак.

Эй, Турăçăм, хĕрхен мана, хĕрхен,
Кулянупа тĕл пулнăшăн куллен.
Хуйхăпала куçăм çутти пăтранчĕ,
Ăшчикĕм касăлчĕ, чун тăвăрланчĕ.

Кунçулăм тулнă макăрашуллă,
Пурнас кунсем чакаççĕ хурлăхпа.
Çылăхăма пула вăй-хал юлмарĕ,
Шăмшакăм, халсăрскер, йăлт типсе кайрĕ.

Пĕлĕшĕмсем манпа сăмахламаççĕ,
Тăшманăмсем пирки шав ютшăнаççĕ.
Хăруш çынна тĕл пулнăнах, курсан,
Ĕлĕкхи пек тăмаççĕ калаçса.

Пурнакансем пĕлеççĕ вилессе,
Тупăкрисем кăна ним чухламаççĕ.
Тинех ан кĕт — йăл пулмĕç тек вĕсем,
Кашнийĕ манăç тĕнчине каяççĕ.

Вĕсемшĕн ют халь юрату та вĕчĕ,
Сив кĕвĕçÿ те пач тарăхтармасть.
Йăл-йăл çиçĕн хĕвел çупăрламасть,
Çак çĕр çинче кашнин вĕçленнĕ ĕçĕ.

Мана шăп çакăн евĕр ĕнтĕ манчĕç,
Ыр ятăм çук кашнийĕн асĕнче.
Вăл савăт пек йăлт çĕмĕрĕлнĕ, ваннă,
Кунçулăн тăвăллă çул-йĕрĕнче.

Нумайăшĕ çисе калаçнă чух,
Чуна туртса илме шутланă чух,
Вăл пĕттĕрччĕ тесе канаш тытсассăн,
Сехĕрленетĕп çав. Мĕскер тăвас-ши?

Çак сăлтава пула çапла калатăп:
Пĕртен-Пĕр Турă Эсĕ çеç тесе.
Йывăрлăхра мана хÿтĕлессе,
Ал парасса ялан шанса тăратăн.

Пурнас кунçулăм Санăн аллунта,
Вăл вăрăм-и, кĕске-и — Хăв пĕлетĕн.
Енчен те тăшмансем хĕсĕрлесессĕн,
Эс вĕсенчен ман чунăма хăтар.

Эй, Турă, ăшă çут сăнна кăтартчĕ,
Хаваслăх пар куллен-кун чуруна.
Ыр кăмăлупала хавхалантарччĕ,
Хĕн-хур пĕтнишĕн сантăр вăл Сана.

Эй, Турăçăм, пĕрмай тархасланишĕн
Ман курас марччĕ намăс-симĕсе.
Сив тамăка асăнччăр усалсем,
Хăйсем çут тĕнчере шав пулччăр нишлĕ.

Суеçтерекенсен чĕлхи-çăварĕ
Сăмах хушма ан хăйтăр, ма тесен,
Вĕсем; мăнкăмăллă тата хаяр пит,
Шутлаççĕ япăх тÿрĕ çын çинчен.

Ырăлăху, чăнах та, Сан нумай-çке!
Хăракансемшĕн вĕсене усран.
Этем ывăлĕсем те, ав, чылайăн,
Кашни валли пуянлăх янтăлан.

Эс вĕсене, çынсем пит пăлхансан,
Сăнун хÿттийĕнче шав пытарăн,
Е халăхăн хаяр чĕлхийĕнчен те
Улах çĕре илсе кайма пĕлен-çке.

Куратăп лайăх: Турă пит мухтавлă.
Тĕреклĕ хуламра шав кăтартать
Вăл Тĕлĕнмелле те чаплă ĕç-хĕлне
Е туйтарать куллен ырăлăхне.

Аптăраса çитсессĕнех каларăм:
Мана куçу умĕнче тăратмарăн,
Анчах Сана эп пит тархасласан,
Эс кĕллĕме тăнларăм шăпланса.

Эй, Туррăн пит таса çыннийĕсем,
Ăна çут тĕнчере юратăр пÿрте.
Ун чух ыр курĕç тÿрĕ чунлисем,
Мăнна хуракансем çеç тупĕç хурлăх.

Эсир те, кĕçĕнреххисем, йăвашшăн
Кĕтÿçсене вĕренĕр пăхăнмашкăн.
Çакна ăнланăр: Вăл пĕлсе хаклать,
Тÿрккеслĕхе хурлать, ырра мухтать.

Эй, Аслă Туррăма шанакансем!
Ĕненÿпе кашни тăрсамăр çирĕп.
Тĕреклĕленччĕр сирĕн чĕрĕрсем.
Вĕсем вăй-хал илейччĕр каçăн-ирĕн.

31-мĕш псалом

Давид псаломĕ. Ăса вĕрентни.

Йĕркесĕр ĕçсене каçарттарсан,
Куллен-кун шырасассăн çут тивлетлĕх,
Е хăйĕн çылăхне хураттарсан,
Этем çак вăхăтра пĕрмай телейлĕ.

Енчен те Турă унăн айăпне
Шута хумасть пулсан, Хăй хисеплет-тĕк,
Е çын сулăнмаеан ултав енне,
Этем çав самантра ялан телейлĕ.

Эп хамăн çылăха пĕлтермен чух,
Куллен-кун хуйхăрса çÿренĕ чух,
Шăмшак тĕреклĕх ĕ çухалчĕ хăвăрт,
Ÿт-пĕвĕме, чăнах та, пулчĕ тăвăр.

Кĕлеткеме аллу шав пуснăран,
Ем-ешĕл курăк шăрăхра йăлт типпĕн,
Сăн-питĕм пĕтсе ларчĕ-çке кĕç ман,
Халсăрлăха туйса илейрĕм тин эп.

Вара çылăхăмсем пирки каларăм,
Йĕркесĕр ĕçĕме пач пытармарăм.
Пурне те Турă пĕлтĕр, терĕм эп,
Каçарчĕ те Хăй — куртăм чăн хисеп.

Ăна, чăнах та, кирлĕ вăхăтра
Таса этем кĕлтăвĕ, хирĕçлеймĕ.
Çылăхĕсем сахаллине кура
Шыв-шурĕ те ун патнелле çитеймĕ.

Куляннă чух мана Эс яланах
Тупса паратăн вырăн, хĕрхенетĕн.
Çумри хуйха-суйха мантарсанах,
Ăшпиллĕн Хăвăн хÿттÿне илетĕн.

Калатăн: «Чăнлăхшăн çине тăма,
Аса кĕмешкĕн çеç сана сĕнетĕп.
Хăвна çеç пÿрнĕ çул-йĕре шанма,
Унпа эс утасса Эп ĕненетĕп.

Лашапа ăссăр ашак пек тăрсассăн,
Кашнийĕшне итлеттерес тесен,
Май пур чĕн йĕвенне тăхăнтартмашкăн,
Çăварлăх ĕ те ху çинчех вĕсен. »

Усал çын тинĕс евĕр пăлханать,
Инкек-синкек тĕл пуласси чылай ун.
Турра çеç шанаканăн пурнăç шанĕ
Пач урăхла: вăл ырăлăх курать.

Эппин, сăваплисем хĕпĕртесе,
Кашнийĕ Турăшăн халь савăнсамăр!
Эсир те, пит таса чĕреллисем,
Ун ĕçĕшĕн пĕр çын пек кар тăрсамăр!

32-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Эсир, сăваплисем, хăпартлансамăр,
Кашнийĕ Турăшăн халь савăнсамăр.
Çапла пулни сире пит килĕшет,
Кун пек чухне ят-сумăр çĕкленет.

Ăна кĕслен илемлĕ кĕввипе те,
Вун хĕлĕхлĕ псалтирăн сассипе те
Аслăласа çеç тăрăр яланах,
Тĕпе хурсамăр пурнăçра çакна.

Асра тытсамăрччĕ Ăна çынсем,
Пĕр Ун пирки çĕн юрăсем шав юрлăр,
Ушкăнпала пĕрле килĕштерсе,
Хаваслă сассемпе Турра çеç мухтăр.

Чылайăшĕ, асăрхасан сире,
Ăна шанма пуçлаççĕ-çке тÿрех.
Мĕн-ма тесен, сăмахĕнче Ун чăнлăх,
Ĕç-хĕлĕ тĕрес, Хăй те ырă сăнлă.

Нумай Ун ырăлăхĕ. Çĕр тулли.
Вĕсем чылайăш пурнакан валли.
Вăл тÿрĕлĕхшĕн пит çине тăрать те
Ăна хÿтелессишĕн тăрăшать шав.

Мăнаçлă Туррăн сăмахне илтсен,
Йĕри-тавра мăн пĕлĕтсем капланнă.
Ун сывлăшĕ тухсан çăварĕнчен,
Хăйне пăхăнакан вăйсем йышланнă.

Тÿпен виçесĕр анлăшне сарса,
Ун чиккине пĕччен палăртнă чух та,
Шăв-шавлă тинĕссем валли те туххăм
Йĕри-тавра Вăл çырансем тусан.

Шыв-шур амăшĕн варĕнчи пекех,
Ирĕкелле тухса тохас тесессĕн,
Ăна Вăл тĕтрепе пиелесессĕн,
Кайран пĕлĕтсемпе чĕркесенех,

Унтан: Саккунăма кашнийĕ эсĕр
Халь тивĕç пăхăнма, тесе хушсан,
Шыв чарăнмасăр айлăма юхсан,
Хапхисемпе Хăех ăна пÿлсеесĕн,

Чарусăр хумсене лăплантарсассан,
Çак вырăнтан ниçта та тек каймастăр,
Тесе хушсан, хура çĕр Турăран
Хăраса тăтăр-ха кирек хăçан,

Пурнакансем пурте Манран чĕтреччĕр,
Танланăçем куллен-кун сехĕрленччĕр, —
Каланă та Хăй — пурнăçланнă çак.
Вăл мĕн хушни иртмен ахаль пачах.

Суя тĕнпе пурнакансен канашĕ
Пăсăлатех, Вăл Хăй чĕрре кĕрсен.
Ун чăнлăхне савмасть пулсан куллен,
Сĕнÿ паракан пуçлăх та аташĕ.

Этем чун-чĕринче тем тĕрлĕ шухăш,
Анчах вĕсем ав, çухалаççĕ туххăм.
Пĕр Туррăн çеç канашĕ упранать,
Ламран лама пĕрмай куçса пырать.

Енчен те халăхшăн çине тăрсассăн,
Ăна Хăй ĕçĕсемшĕн çумасассăн,
Ун чух çак ăрăвăн çыннийĕсем
Пулаççĕ пурнăçра телейлисем.

Курса тăрать Вăл çутă тĕнчене,
Сив пĕлĕт айĕнчи пулăмсене.
Час улшăнса тăрать-и самани халь?
Ун куçĕ тĕлĕнчен иртмест-çке ним те.

Ларать те Турă Хăй вырăнĕнче
Тĕпчет: епле пурнаççĕ çĕр çинче?
Мана шыракансен епле вăй-халĕ,
Эп ыйтнине хуравлама кам хатĕр?

Кăсăкланса тăма сăлтавĕ пур Ун,
Кашни çынна Хай çеç пултарнăран.
Этем ĕçне пĕлсе хайланăран,
Тем тĕрлĕ пулăма Вăл витĕр курĕ.

Енчен те вăрçă çĕр çине тухсассăн,
Çар нумаййи çăлаймĕ патшана.
Çумра паттăрĕсем пит йышлансан та,
Май килмĕ хăтăлса тухма ăна.

Хĕрсе çитсессĕн вăйлă çапăçу,
Хăюллă урхамахĕ те çăлаймĕ.
Пĕрре пăхсассăнах вăй-хал нумай пек
Анчах ăна тĕл пулмĕ ăнăçу.

Хăйне сума çунишĕн хисеплет Вăл
Хăраканпа тÿр чунлă çынсене.
Вара вĕсем çĕкленĕçем сумне,
Аслăланса пурнаççĕ пит тĕллевлĕн.

Кашнин таса чунне Вăл вилĕмрен
Çăлма пултарĕ вăхăчĕ çитсен.
Е выçлăхра пурне те тăрантарĕ,
Пăлхавлă кунсенче асап кăтартмĕ.

Шăн çавăнпа, вăй-хал пăхсассăнах,
Чунăмăрсем Турра кăна шанаççĕ.
Ăна — пире çеç Пулăшакана —
Хута кĕнишĕн мухтăпăр ир-каçăн.

Чĕремĕрсем пĕр Уншăн савăнаççĕ,
Ĕçне-хĕлне курса хăпартланаççĕ.
Таса ятне куллен мухтанăçем,
Куç умĕнчех илемленет тĕнче.

Эй, Турăçăм, Хăвна çеç шаннипе,
Пурнасчĕ çутă, ыр ĕмĕтсемпе.
Сан ырлăху пире çунатлантартăр,
Мала утма пурсăмăра вăй патăр.

33-мĕш псалом

Давид псаломĕ. Авимелех умĕнче
ухмаха хывсан, хăйне ун патĕнчен
хăваласа ярсан, унтан кайсан.

Инкек-синкек е савăнăç пулать-и,
Ут-пÿ тĕрекленет-и, шар курать-и,
Пур вăхăтра та Туррăма мухтам,
Чĕлхе-çăварăмпа Ăна ырлам.

Ман чунăм пĕр Унпа çеç чаплăланĕ,
Вăл тĕнчере пулнишĕн хăпартланĕ.
Йăваш çынсем мана илтсессĕнех
Пит савăнса калаçĕç кашниех.

Эп сĕнеп вĕсене: манпа пĕрле
Ăна аслăласа кăна сăмахлăр.
Эсир пĕр ушкăна тăрса куллен
Ун ырă ячĕпе шав мăнаçланни.

Турра шырарăм та мана Вăл илтрĕ,
Тилмĕрнĕ сассăм Ун патне кĕç çитрĕ.
Вара Пĕр Хăй кана тăрăшнăран,
Хăрушлăх та йăлт уйрăлчĕ çумран.

Ăна шанса пăхакансен сăн-пичĕ
Пуçларĕ йăлкăшма çут тĕссемпе.
Пĕлетĕп эп: вĕсем хаваслă питĕ,
Тĕл пулас çук тин намăс-симĕспе.

Пĕр мĕскĕн çын Турра шав тилмĕрсе,
Вăл илтессе сиссе пит тархасларĕ.
Сасси, чăнах та, Ун патне çитсен,
Çак этемрен асапĕсем тин тарчĕç.

Камсем Турра саваççĕ? Çавсене
Кашнийĕшне ыр ангелсем сыхлаççĕ.
Инкек хĕсĕрлесессĕн çынсене.
Вĕсем куллен-кун хăтарса тăраççĕ.

Ун ырлăхне астивĕр-ха йĕркеллĕн,
Хаярлăхĕ ан лектĕрччĕ сире.
Вăл тарăхсан — пĕтме тивет тÿрех,
Ăна шанакансем: кăна телейлĕ.

Эй, Туррăн чи таса çыннийĕсем,
Унран кашнийĕ халь эсир шикленĕр.
Мĕн-ма тесен, Ăна хисеплесси çеç,
Çитмен пурăнăçран хăпать этем.

Арăслансем çуралсанах, ялан
Аптраççĕ выçăпа, хĕн-хур кураççĕ.
Турра шыракансем пач урăхла:
Вĕсем ырăлăхран çĕтсе юлмаççĕ.

Эппин, атьсем, ман паталла, çывхарăр.
Тăнлас тесессĕнех сăмахсене.
Сире пурне те вĕрентесшĕн халь эп
Турра кăна хисеплемеллине.

Этемĕн лайăх пурăнас килет-и,
Çут тĕнчере вăл юп курас теет-и?
Енчен те канлĕх çеç тупас килсен,
Мĕне тĕпе хурас пулать куллен?

Ултавлăхран ун хăвăрт хăпмалла,
Хăйне мăнна хума чарăнмалла.
Çăварĕнчен начар сăмах ан тухтăр,
Çак çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ ырă пултăр.

Хăпма шутлан-тăк эс усаллăхран,
Çумра ан тăтăрччĕ тесен ялан,
Пуçри ăс-хакăлу юлайтăр мул пек,
Вăл хăвăнпа-тăк — тин телейлĕ пулăн.

Ун куçĕсем куллен-кун хисеплеççĕ
Сăпайлă та тÿр чунлă çынсене.
Итлет те Вăл йăлăнакансене,
Вара вĕсем пурнаççĕ пит тĕллевлĕн.

Пăхать усал тăвакансем çине те,
Кашнин ятне Хăй асĕнчен ямасть.
Тÿрккеслĕхе кирек хăçан сивлет те
Тем тĕрлĕ йăх-яха Вăл каçармасть.

Тÿр чунлă этемсем пит тархаслаççĕ,
Çакна пурне те Турă асăрхать.
Хĕн-хур ан курччăр, тет, вĕсем ир-каçăн,
Вара кашний ĕшне Хăй пулăшать.

Кам тĕнчере куллен-кун хуйхăрать,
Ун нушине Вăл ăшшăн пусарать.
Ытла та мĕскĕн кăмăллисене те
Калать: Мана шăнсан терте çĕнетер.

Тÿр çыннăн кулянма сăлтавĕ пур,
Пурăнăçра шав тĕл пулсан хĕн-хур.
Ăна мехел çитсессĕнех хăтарĕ,
Сехмет танатинчен туртса кăларĕ.

Вăл ун кĕлеткине пăхсах тăрать,
Шăмми-шаккисене куллен сыхлать.
Вара вăл çÿллĕ йывăç пек ешере,
Ăна нихçан та аркатулăх ерме.

Шăпи ăраснарах çылăхлисен,
Усаллăхăн серепине лексен.
Тÿр чунлă этеме курайманнишĕн
Пĕтсе ларма тивет часах кашнийĕн.

Хăйне пăхăнакан чурасене
Асăрхаса тăрать Чи Аслă Турă.
Вĕсем шанса тăнишĕн Ун вăйне
Пĕри те кăнмĕç е тĕл пулмĕç хурлăх.

34-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Эй, Турă, хирĕç тăракансене,
Манпа пĕрмай тавлашакансене
Кĕрешÿре çĕнтер. Вĕсен нихçан та
Усал ĕç-хĕле вăй ан илтĕр анлăн.

Эс тимĕр сăрнă тумтирне илсе,
Салтак пек çапăçу хирне кĕрсе,
Хаяр тăшман çине хăюллăн ыткăн,
Хăв чуруна çеç пулăшмашкăн тытăн.

Хĕçне кăлар туртса, çул-йĕрĕме
Пÿлме хăякана пуçла хирме.
Ĕшеннĕ чунăма пĕлтер çапла Эс:
Сана йывăрлăхра Хамах çăлатăп.

Çав тăшмансем куллен чунсăрланнишĕн,
Хыт сехĕрленччĕр, тăрса юлччăр нимсĕр,
Таврăнччăр каялла намăсланса,
Усал шухăшсенчен тÿрех хăпса.

Вĕсем, çил çавăрса каян тусан пек,
Е улăм пĕрчи евĕр васкаса çеç,
Куç умĕнчен çухалчĕç, кашнинех
Хÿтертĕр Турă ангелĕ тÿрех.

Тăшман утас çула тĕттĕмлĕх пÿлтер,
Вăл ÿксенех — ан уралантар ÿлĕм.
Йăх-яхăн чунĕ пушă пулнăран,
Пĕтме тÿр килĕ çакăн пек ялан.

Мĕн-ма тесен, вĕсем пит пуçсăрланчĕç,
Айăпăм çуккине пĕлсе тăрсах.
Умра танатине карса хурса,
Мана валли, ав, шăтăкне те алтрĕç.

Эппин, тăшманăм хăй çеç пурнăçра
Ун тĕпнелле вăркăнтăрччĕ часрах.
Саккунлăха пĕрмай тăнишĕн хирĕç,
Вăл айăплантăрччĕ куллен-кун çирĕп.

Вара ман чунăм пит хăпартланса,
Хăйне пăрахманнишĕн Аслă Турă
Пит савăнĕ. Умран хăпнишĕн хурлăх,
Ăна Вăл пурăнĕ шав тав туса:

Эй, Турă, тейĕ, Сан пекки кам пур?
Шăмшакăм тек курмасть инкек, хĕн-хур.
Вăйсăррине хал-хăватна паратăн,
Чухăннине пусмăрлăхран çăлатăн.

Икпитлĕ этемсем чĕрисенче,
Сана-ха тимлĕн: çиллине упраççĕ.
Хăйсем пулсан та Туррăн аллинче,
Çапах Ăна нихçан тархасламаççĕ.

Вĕсем, ав, ман çинчен сăмах сараççĕ,
Ултавлăха куллен тĕпе хурса.
Нимскер пĕлмен хыпар пирки вăлтса,
Йĕрĕнтерсе, тарăхтарса ыйтаççĕ.

Ытла та пархатарсăр пулнăран,
Ырăшăн усалпа çеç тавăраççĕ.
Ĕшеннĕ чунăма сăлтавсăрах
Сĕм тăлăха шеллевсĕр хăвараççĕ.

Хăйсем чирленĕ чух эп кулянаттăм,
Çÿреттĕм хурлăхлăн хура тумпа.
Типĕ тытса, хăш чух халтан каяттăм,
Вĕсен енче тăраттăм чунăмпа.

Кашнийĕншĕн чи çывăх тусĕ евĕр,
Е амăшĕ хурланнă пек куллен,
Ир-каç пăшăрханаттăм чĕререн,
Калаттăм: пурăнччăр вĕсем те евĕк.

Анчах та эпĕ такăнсан, хăйсем
Пуçтарăнса тăрса пит савăнатчĕç,
Чунĕсене сутса çÿренĕçем,
Сăлтавсăрах айăплама хăятчĕç.

Икпитлĕ мăшкăлçăсемпе пĕрле
Шăлĕсене качăртаттарнă майăн,
Ейкеленеççĕ иртĕхсе куллен,
Хăяççĕ куçăм умĕнчех çурмашкăн.

Эй, Турăçăм, Эс хăçанччен çапла
Ман чун хĕн курнине пăхса тăрасшăн?
Пĕчченскере çиесшĕн арăслан,
Çав усалран хÿтĕлесем, тархасшăн.

Хута кĕрсен, Хăвна çеç пухура
Аслăласа та мухтаса калаçăп.
Е халăх хушшине тухсан сăмахлăр
Ырламалла, тесе, пĕрмай Турра.

Мана пит курайман çынсем сăлтавсăр
Йĕкĕлтешсе усал сăмах ан сарччăр.
Айăпăм çук чухне хĕпĕртесе,
Куçĕсене ан хĕсчĕр иртĕхсе.

Хăйсем пурнасшăн мар-çке темшĕн лăпкăн,
Кавар тăваççĕ, шухăшлаççĕ вăрттăн.
Ялан чăрмантараççĕ çынсене,
Ура хума хăяççĕ кашнине.

Вĕсем манран та куллен-кун кулаççĕ.
Çăвар ĕсем илемсĕр карăнаççĕ,
Йăпăлтатаççĕ: «Пит аван, аван,
Ку çын Хĕнре, тухаймĕ тамăкран. »

Эй, Турăçăм, пурне те лайăх куртăн,
Чĕнмесĕр ан тăр, пулăшсам часрах.
Санран ыйтасшăн эпĕ халь: Эй, Турă,
Йывăрлăхра мана Эс ан пăрах.

Эй, Турăçăм, эй, Турă, вăрансамччĕ,
Ан çывăр-ха, Хăв суд тума тăрсамччĕ.
Тăшманăмсем ан тăччăр хирĕлсе,
Хута кĕрсем. Ан иртĕхчĕр вĕсем.

Эй, Турăçăм, эй, Турă, пит ыйтатăп:
Тÿрĕлĕхÿпеле суд ту мана.
Туйса тăратăп эпĕ халь çакна:
Йăх-ях пĕрмай ыр курас çук ытла та.

Çăмăлттайла вĕсем ан шухăшлаччăр,
Чун ĕмĕчĕ йăлт тулчĕ халь тесе.
Тĕп турăмăр ăна, вăл çĕкленсе
Çÿреве çук, çапла ан пакăлтатчăр.

Ман хурлăхшăн савăнакан çынсем
Хăйсем çеç хур курса шав асапланччăр.
Çисе калаçнăшăн тата вĕсем
Усал ĕçне пула хыт намăсланччăр.

Эп: хăвăрттăн тÿрре тухассине
Шанса тăракансем хыт хĕпĕртеччĕр.
Вĕсем: Чи Аслă Турă чурине
Кирек хăçан чапа кăларĕ, теччĕр.

Вара чĕлхе-çăварăм савăнса
Тÿрĕлĕхÿ çинчен кăна калаçĕ.
Е мухтаву пирки хавхаланса,
Хăпартланса сăмахлăп ирĕн-каçăн.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

35-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Турă чури Давидăн.

Йĕркелĕхрен тухса пырсан этем,
Çав усала пит кураймасть чĕрем.
Мĕн-ма тесессĕн, вăл Турра сивлет-çке,
Ун ĕç-хĕлне куллен-кун хирĕçлет шав.

Пĕрре пăхсан çут чăнлăхшăн тăма,
Аиа хÿтĕлеме çын тăрăшать пек.
Анчах тĕпчевлĕн тĕвесен куратпăр:
Вăл пултарать хăйне кăна сутма.

Пĕртен-Пĕр Турăран хăраманран,
Çăварĕнчи сăмахĕ ун ултавлă.
Ăса кĕмешкĕн яланах тăхтать те
Ыр ĕç-хĕлне кĕтме май çук вара.

Канма выртсассăн, вырăнĕ çинче
Йĕркесĕрлĕх пирки çеç шухăшлать вăл.
Е япăх çул-йĕрпе шав утнăçем
Усал çынна кăмăлламастăн хатĕр.

Эй, Турă, Санăн чăнлăхун саккунĕ,
Ырăлăху та пĕлĕт таранах.
Хăвна килĕштерсе пурнакана
Лайăххине кăна куллен Эс сунăн.

Тĕрĕслĕхÿ çÿл ту пек çирĕп питĕ,
Ăс-хакăлу виçесĕр яланах.
Паратăн этеме вăй-хал та витĕм,
Тăратăн выльăха та сыхласах.

Анчах та çын ырăлăхна, ăсна та,
Эс пĕлнине те, тĕрлĕ шухăшна та,
Çулна-йĕрне куллен йĕрленĕ чух,
Пит тăрăшсан та, хăй тавçăрас çук.

Эй, Турăçăм, Хăвна çеç пăхăнсан,
Каланине пĕрмай ăша хывсан,
Сан хÿттÿнте кунне аван ирттерĕç,
Çылăхсене каçарайсан тертленмĕç.

Эс Хăвăн çуртунта — çут тĕнчере
Чĕрĕлĕхÿн çырмийĕнчен тÿрех
Çынна ĕçме куллен парса тăратăн,
Çимĕçÿпе те шав тăрантаратăн.

Санра çеç пурнăçăн таса çăлкуçĕ,
Ăна пула этемĕн çулĕ уçă.
Эс пиллесе тăран çутăпала
Куçа уçатпăр-çке эпир ялан.

Эппин, Хăвна пĕлсе тăракана
Сĕнсе тăрсамччĕ шав ырăлăхна.
Таса чĕреллĕ, тÿрĕ çынсене те
Куллен-кун кăтартсам тĕрĕслĕхне Эс.

Мана та пит ансат çул-йĕрпеле
Мăнкăмăллă этемĕн еннелле
Сулăнасран хăтарччĕ, пит ыйтатăп,
Çылăхлă çын та пит ан хăвалатăр.

Мĕн-ма тесен, йĕркесĕр хуçасем
Мала шав талпăнсаcсăн та — ÿкеççĕ,
Сăлтавĕ паллă: айăплă хăйсем.
Пĕрре пĕтсен, вĕсем çĕкленеймеççĕ.

36-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Усал çынсен пурăнăçне ан хапсăн,
Вĕсем çÿреççĕ ыр курас тесе,
Йĕркесĕрлĕхшĕн те ан пуяймĕ хапăл,
Хаяр чунлисене тăр сивлесе.

Мĕн-ма тесен, шăпи кашнийĕнех
Ытла кĕске, ем-ешĕл курăк пек.
Вĕсем, чăнах, малтан аван ÿсеççĕ,
Анчах çулçăн, пит хăвăрттăн типеççĕ.

Шăп çавăн евĕр, йывăç çинчи çулçăн
Пĕр сийĕ тăкăнса тăрать çуллен.
Ÿтрен ÿтленнĕ çын, мехел çитсен,
Çапла тĕп пулнине хăвах шав курăн.

Эппин, Турра кăна пит шанмалла,
Ун ячĕпе паха ĕç тумалла.
Çут тĕнчере ир-каç пурăннăçемĕн,
Кĕрешмелле этемĕн ыр тĕллевшĕн.

Вара Пĕртен-Пĕр Турă пилĕпе
Хавхалансан чунна лăплантаратăн.
Çÿле çĕкленнĕ май ĕмĕтÿпе,
Вăл çеç кăтартнă сукмакпа утатăн.

Ăраскална Ун аллине парсам,
Пурнăçунта Ăна пĕрмай шансам.
Хăйĕнпеле килĕштерсен ĕретлĕн,
Таса çынна Вăл манмĕ ĕмĕрне те.

Уй чух тĕттĕмлĕхрен илсе тухса,
Тÿрĕлĕхне хаваслăн ялкăштарĕ.
Вара мĕнпур инкекĕ пăчланса
Куç умĕнчен çухалĕ, хăвăрт тарĕ.

Турра пăхăннă май, Ăна çеç шан,
Çакна тĕпе хурсан, чакать нуша.
Ултавçă çыннăн çулĕ ăнăçнишĕн,
Ытла ан кĕвĕç. Чунĕ унăн нишлĕ.

Вĕчĕрхенсе тăма, пит çилленме те,
Хаярланса кайма пăрах часрах.
Усал тумалăлах ан кĕвĕç, тетĕп,
Канаш-сĕнÿсене тытсам асра,

Мĕн-ма тесен, начар ĕçе пула
Тÿрккес çынсем кирек хăçан та пĕтĕç,
Турра шанакансем вара пач çĕтмĕç,
Хуçаланаççĕ çĕр çинче ялан.

Çак кĕрешÿ пымасть нумайлăха:
Кĕç çухалать усал этемĕн хал.
Вара тинкеререх пăхатăн та эс
Куран: нимскер юлман иккен унтан халь.

Санан: йăваш, сăпай çынна çĕр тивĕ,
Никам та ун çине пăхаймĕ сиввĕн.
Вăл пурне ыр курса çут тĕнчере.
Çак çын нихçан та кĕмĕ хăй чĕрре.

Усал этем таса çынна куллен-кун
Ура хурас тесе пит тăрăшать.
Шăлне качăртаттарнă май çиллессĕн,
Ăна тĕп тăвасси пирки шутлать.

Çав айванран халь Турă пит кулать:
Пурнас кунçулĕ унăн сахаллишĕк,
Кĕç хăйĕн те пĕтме мехел çитнишĕн.
Çакна Вăл пит аван пĕлсе тăрать.

Çапах та путсĕр çын чухăнсене,
Мĕскĕнсене шав пĕтермешкĕн хатĕр.
Камсем тÿр çулпала пымашкăн хапăл,
Хăять вăл хÿтермешкĕн вĕсене.

Çынна чиксе пăрахасах тесен,
Хĕçне хатĕрлесе хурать васкавлăн.
Хăй çумĕнчех тытать çĕмĕренсем,
Пăшалрала хăйне туять вăй-халлăн.

Анчах усал çынсен ĕмĕчĕсем
Путланĕç хăвăрт, çивĕч хĕçĕсем
Хăйсен ÿчĕсене шăтарса кĕрĕç,
Çĕмренĕсем хуçăлнă май йăлт пĕтĕç.

Мĕскер нумай-ха, çавă час пĕтет,
Сахал пулни те пĕрмаях çитет.
Тÿрккес этемĕн аллинчи пуянлăх
Вăхăтлăха. Тÿр çын унран шав аслă.

Усаллисен, сăх ĕмĕтне кура,
Вăй-хал куллен-кун иксĕлсе тăрать.
Çут чăнлăхшăн çунакансем вара
Турра пула кирек хăçан хăватлă.

Тĕнчемĕрте кам айăпсăр пурнать,
Çавна Хăй Турă яланах курать.
Вара йăх пуçĕ пухса пынă пурлăх
Шыв пек юхса саланмĕ, ĕмĕр пулĕ.

Çитсессĕн выçлăх çулĕсем сасартăк,
Сив вилĕмрен те Вăл кăна хăтарĕ.
Кашнин таса чунне, хĕн-хур килсен,
Пĕр Турă çеç çăлма пĕлет куллен.

Усал çынсем пирки Вăл япăх шÿтлĕ,
Кураймĕ яланах пурне те шутсăр.
Вĕсем кăнаççĕ тĕтĕм ăшĕнче,
Путекĕн çăвĕ пĕтнĕ пек кĕçех.

Тÿрккес этем пуянлăх пуçтарать те,
Кивçен илсессĕн, тавăрса памасть.
Ыр кăмăлли хăйне мăнна хумасть,
Нушаллине вăл пулăшмашкăн хатĕр.

Ун пилĕпе тÿр кăмăллă çынсем
Çĕрпе хуçаланса пурнаççĕ лайăх.
Пĕтме тивет усал сунакансен,
Вĕсен çут тĕнчере пулмасть малашлăх.

Ыр çыннăн урине Пĕртен-Пĕр Турă
Тĕреклетсех тăрать, ан кур, тет, хурлăх.
Пит кăмăллать Вăл унăн çул-йĕрне,
Парсах тăрать ăшпиллĕн вăй-халне.

Укме пуçлать пулсан та, вăл йăванмĕ,
Мĕн-ма тесен, ăна Хăй пулăшать.
Пĕтмен-ха, тет, чун-чĕрÿнте çут шанчăк,
Ун аллине кура çын хăтăлать.

Тин çеç эп çамрăкчĕ, халь акă ватă,
Чаксах пырать куллен-кун вăй-хăватăм.
Сăнанă май йăх-несĕлсен çулне
Каласшăн уççăн хам мĕн пĕлнине.

Кам йăлăнать Ăна — Вăл пăрахмасть,
Инкек-синкек пулсассăн — пăрăнмасть.
Тÿр çыннăн ывăлĕ кĕлмĕçленсе çеç
Çÿренине курмарăм эп, пĕлсемĕр.

Куллен-кунах вăл ырăлăх тăвать:
Нуша куракана кивçен парать.
Судра калаçнă чух та ун сăмахĕ
Виçеллĕ пулнăран, чăн-чăн ахах пек.

Пурăнасах тесен эс ĕмĕр-ĕмĕр,
Пурнăçланайтăр теейсен çак ĕмет,
Ялан пăрăннă май усал ĕçрен,
Ыр ĕç-хĕлне сарма васка куллен.

Чи Аслă Турă чăнлăха савать,
Таса çыннисене пĕрмай упрать.
Ун хÿттинче вĕсем аван пурнаççĕ,
Вилсен те, чунĕсем; шав сыхланаççĕ.

Тÿрккессисен шăпи пач урăхла:
Хăйсен йĕркесĕр шăпине пула
Пĕтме тивет кашнийĕнех васкавлăн,
Йăх-ăрăвĕ çĕтет. Ку Уншăн паллă.

Йăваш, сăпай чунлисене çĕр тивĕ,
Вĕсем çине никам пăхаймĕ сиввĕн.
Пурăннă май телейлĕн тĕнчере,
Кашни кĕреймĕ нихăçан чĕрре.

Ыр кăмăллин çемçе чĕлхи-çăварĕ
Чăн сăмаха кăна калать сана.
Усал этем, пĕлсе тăрсам çакна,
Пит майлă самантра пуçна кастарĕ.

Кам Турă саккунне пит хисеплет,
Ун ыр ятне хăй чĕринче упрать шав,
Çав çын ним пулман пек утса çÿрет,
Пач хăрамасть. Вăл, чăн та, ăслă, паттăр,

Усал этемĕн шухăшĕ сиенлĕ,
Ытла хаяр, тата ялан пĕренлĕ.
Вăл тÿр çынна, пытаннăскер, йĕрлет,
Ăна эп пурпĕр, вĕлеретĕп, тет,

Анчах та Турă çав çынна сыхлать,
Ăна айăплама чăрмантарать.
Суд тунă чух та ун хутне кĕрет Вăл,
Таса этем хĕне çапла çĕнет шав.

Шăп çавăнпа Турра çеç шанмалла,
Ун çумĕнче кăна Сан пымалла,
Вара çĕкленĕн те Хăвах йăлт курăн:
Усал çынсен шăпи синкерлĕ, хурлă.

Сăнарăм та хăруш этем эп куртăм,
Вăл йывăç пек ларатчĕ тăр-пĕччен,
Армак-чармак турачĕсем хуллен
Тавралăха тăкайнăнах хĕн-хурлăх.

Ирпе каç хушшинче тăпраллă çурт та,
Пăхса та ĕлкĕреймен — ишĕлет.
Ун çийĕнчи ем-ешĕл курăк, кур-ха,
Çулса пăрахмăн йăлт шанса типет.

Сăнарăм пушă чунлă ухмаха,
Ытла та хăвăрттăн вăл халпа пулчĕ.
Ун пурнăçне эп мухтамарăм-ха,
Ылхантăм та, айван сехмет çеç курчĕ.

Ун тислĕкĕ епле куллен çĕрет,
Шăп çавăн евĕр хăй те кĕç пĕтет.
Ăна паллакансем кайран: ăçта вăл,
Тесе пĕр-пĕринчен вăлтса ыйтаççĕ.

Эппин, курса тăр айăпсăр çынна,
Тÿр чунлине те яланах сăна,
Вĕсен кирек хăçан та ыр малашлăх,
Çак этемсем пĕрмай пурнаççĕ лайăх.

Йĕркесĕр ĕçпеле çыхланнисен
Ăраснарах шăпи. Мехел çитсен,
Кашнийĕшĕ инкек-синкек тÿсеççĕ,
Пурнас кунне-çулне часах вĕçлеççĕ.

Таса та тÿрĕ çынсене Хăй Турă
Шав хÿтĕлĕ нуша пырса çапсан.
Ун ăшă пилĕпе хавхалансан,
Вара вĕсем пулаймĕç, хурлăх курмĕç.

Çапла куллен Вăл çăлĕ те хăтарĕ,
Кашнийĕшне кăмăлласа ал парĕ.
Çут тĕнчери Туррăмăра шăнсан,
Май пулĕ пăрăнмашкăн усалран.

37-мĕш псалом

Давид псаломĕ (Шăматкуна) асăнмашкăн

Эй, Турăçăм, хаярлăхупала
Ним уямасăрах ан айăплаччĕ.
Мана çилленнĕ Эс, çавах ялан
Хĕн-хур, инкек-синкек ан кăтартсамччĕ.

Сиенлĕ те хăватлă уххусем
Кĕтмен çĕртен пырса халь тăрăнаççĕ.
Наркăмăшĕ ытла хаяр, вĕсем
Ÿт-пĕвĕме вăйран ярса тăраççĕ.

Аллу пуссах тăрать, çавна пула
Сурансăр вырăн пĕвĕмре юлмарĕ.
Çылăхăмсем йышланнăран ялан,
Шăмшакăм ыратса сурма пуçларĕ.

Йĕркесĕр ĕçĕмсем нумайланса
Пуç тÿпинчен те иртсе кайрĕç халĕ.
Йывăр çĕклем тăрать пусмăрласа,
Шăп çавăнпа куллен чакать вăй-халăм.

Ăссăрланнишĕн, çылăха кĕнишĕн
Юхса тăраççĕ манăн сурансем.
Тавралăха ыр мар шăрш тухнăçем,
Туятăп хама хам ытла та нишлĕн.
Пит йывăр япала йăтса амантнăн
Пĕкĕрĕлсе кайса кĕç курпунлантăм
Çÿретĕп кунĕпех пит эрленсе,
Мĕскершĕн Турă манчĕ-ши тесе.

Ăшчик ĕмĕ суран ыраттарать,
Тăнăçлăха йăлтах манăçтарать.
Çан-çурăмра сыв вырăн та юлмарĕ,
Хăçан эп чарăнатăп кулянмашкăн?

Инкекĕме пула пит халсăрлантăм:
Ытла та касăлса çитнипеле,
Чĕрем вутри пекех çуннипеле
Аманнă тискер кайăк пек улатăп.

Эй, Турăçăм, Санран ним пытармастăп,
Шухăшăма Хăвнах уçса паратăп.
Куляннине, хĕн курнине ялан
Эс çеç тĕпчевлĕн сăнаса тăран.

Чĕрем сиксе чĕтрет вăй пĕтнĕрен,
Тухса тарасшăн пек вăл читлĕхрен.
Куç суккăрланнă те çухалчĕ çулăм,
Сан çуттупа хавхаланма май çук халь.

Юлташăмсем манпа халь калаçмаççĕ,
Суранăма пула пит ютшăнаççĕ.
Тус-тăвансем е пĕлĕшсем курсан,
Ĕлĕкхилле тăмаççĕ калаçса.

Пăрахрĕç ĕнтĕ çывăх çыннăмсем,
Тантăшăмсем те манса кайрĕç хăвăрт.
Чун-чĕреме нихçанхинчен те тăвăр,
Килеççĕ-ши —- ыйтатăп — ыр кунсем?

Мана хурласшăн ĕнтĕ айвансем,
Йĕкĕлтешсе суя çăхав сараççĕ,
Чуна шыраççĕ тытасах тесе,
Умра танатасем карса хураççĕ.

Сăн-питĕме курсассăнах вĕсем
Сăлтавсăрах айăплама хăяççĕ.
Ейкеленсе те питĕ иртĕхсе,
Кунçул ама татас пирки шутлаççĕ.

Хама пусмăрлакан çынсен ĕçне
Пĕлсессĕн те хурав парас теместĕп.
Чĕлхесĕр çын пек шăпланса тăсатăп,
Пач палăртмастăп хам куляннине.

Шăп çакăн евĕр, сурăх хăй çăмне
Илтернĕ чух выртать сас кăлармасăр.
Чĕрре кĕместĕп эп те кулленех,
Ним пулман пек, пурнатăп шарламасăр.

Эй, Турăçăм, Сана кăна шанатăп:
Çылăхăма каçарасса туятăп.
Эй, Турăçăм, эй, Туррăм, Эс мана
Илтессине кĕтетĕп яланах.

Каларăм уççăнах: тăшманăмсем
Хĕпĕртеме сăлтав халь ан шыраччăр.
Пĕлетĕп: такăнсассăн урасем
Мана вĕсем çисе çеç калаçаççĕ.

Чăнах та, пулăшусăр юлнăран,
Яланлăхах пĕтес патне çитейрĕм.
Тем тĕрлĕ хуйхă-суйхă çеç умра,
Пĕрне те тин сивлеймĕп, хирĕçлетмен.

Йĕркесĕр ĕçĕме пĕлсе тăратăп,
Çылăхăмсемшĕн ир те каç çунатăп,
ÿкĕнмелле Ун умĕнче тесе,
Пурнатăп куллен-кун пит эрленсе.

Çывăхăмрах тăшманăмсем тăраççĕ,
Тĕрекленсе, вăйлăланса пыраççĕ.
Айăпăм çук ман, пурĕпĕр вĕсен
Хисепĕ-йышĕ, ав, ÿсет куллен.

Эп вĕсене пурнăçăмра ырланă,
Йывăрлăхра кашнийĕшне ал панă.
Хăйсем мана пит кураймаççĕ те
Ÿт-пĕвĕме кÿреççĕ хĕнлĕх, терт.

Эй, Турăçăм, эй, Турă, эп ыйтатăп:
Ан пăрахсам мана, ан пăрахсам.
Хăв чуруна Хăвах асăрхасан,
Сана кăна эп халь шанса пурнатăп.

Эй, Турăçăм, эй, Турă, Çăлаканăм,
Çак нушаран часрах Эс хăтарсам.
Çут тĕнчере Пĕр Санра çеç çут шанчăк,
Мана халь пулăшмашкăн васкасам.

38-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Идифума.
Давид псаломĕ.

Каларăм эпĕ: хамăн çул-йĕре
Асра тытатăп, çылăха кĕместĕп.
Усал çынран пăрăннă май, тÿрех
Чĕлхе-çăварăма чаратăп, тетĕп.

Шăплантăш хăвăрт, саса кăлармарăм,
Ырри çинчен те пач еăмахламарăм.
Шăп çавăнпа нуша, инкек-синкек
Капланчĕ ман умра çине-çинех.

Ăшчикĕм çуннăран чĕрем вутланчĕ,
Шухăшăмсем хĕмленчĕç, çунатланчĕç.
Вара чун тăвăлса çитсен, часах
Пуçларăм пуплемешкĕн хумханса.

Эй, Турă, терĕм эп, хăш вырăнта,
Хăçан вилсе выртассине систерччĕр
Шăпам епле пулать-ши ман, пĕлтерччĕ:
Пурнатăп-и çут тĕнчере татах?

Вĕçсĕрлĕхре ĕмĕрĕм пит кĕске-çке,
Кунçулăм шит тăршшĕ чухлĕ çеç ман.
Этем, чăнах та, пурăнсан паян,
Мĕлкин палли те ун юлмасть ыран.

Е вăл вĕрсе кăларнă сывлăш евĕр,
Çапах хăй ÿстересшĕн мул-сумне,
Пуянлăхĕ кама юлассине
Сисмест те пурăнать нимскер пĕлмесĕр.

Çапла ют çăмартасене курсан.
Пусма ларать вăрман чăххи васкавлăн.
Е çын суйса кăна пуйса кайсассăн,
Тăр ухмаха тăрса юлать кайран.

Кунçулăм вĕçленес пулсан ыран,
Эй, Турăçăм, мĕн кĕтмелле-ши ман?
Лару-тăру кирек епле пулсан та,
Пĕр Сан çинче кăна-çке çыннăн шанчăк.

Эппин, хăтар йĕркесĕр ĕçĕмрен,
Саккунлăху упрантăр чĕрере.
Айван та ăссăр çын ан мăшкăллатăр,
Умри çула пÿлме ан тапаçлантăр.

Хирĕçлеме меслет пулсассăн та,
Çăварăма уçмастăп, пуплеместĕп.
Мĕн-ма тесен, сăлтавĕ Хăвăнта,
Эс хушнинчен нихçан иртес теместĕп.

Ыйтатăп: асапа сирсе ярсамччĕ,
Синкерлĕхрен часрах ман тасаласчĕ.
Куллен-кунах Аллун вăйне туйса,
Вăл тивнипе пĕтетĕп пуль часах.

Эс этеме усал, тÿрккес ĕçсемшĕн
Хĕн кăтартсан, ăна шав питлесессĕн,
Илемлĕ сăн та чăтаймасть, вăрах,
Чиперлĕхне вăл çухатать умрах.

Кĕве те çавăн пек ним уямасть,
Хитре тума çимешкĕн чарăнмасть.
Кунçулĕ çыннăн та халь çавнашкал-çке,
Иртет ниметăманлăхра ир-каçăн.

Эй, Турăçăм, ман кĕллĕме илтсем,
Йăлăннине Хăв хăлхуна чиксем.
Куççулĕ тăкнă чух саспа парсамччĕ,
Йĕрсе шав ыйтнине йăлт тăнласамччĕ.

Сан умăнта аттемсем пек тăратăп,
Хама çулçÿренпе танлашатаратăп.
Эп килтĕм çĕр çине вăхăтлăха,
Кунта пулаяс çук яланлăхах.

Куçна илсемччĕ кĕлеткем çинчен,
Çут тĕнчере вилсе çук пуличчен,
Самантлăха пулин те вăй илесчĕ,
Хăвна ĕненнине çирĕплетесчĕ.

39-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ.

Эп хытă шантăм Аслă Туррăма,
Мана Вăл пĕшкĕнсе итлерĕ шăппăн.
Йĕрсе йăлăннă пур сăмахăма
Тăнларĕ чăтăмлăн та питĕ лăпкăн.

Вара туртса кăларчĕ шăтăкран,
Ытла та шăршлă тарăн шурлăхран.
Урасене чулсем çине пустарчĕ,
Ÿт-пĕвĕме тĕреклетсе вăй пачĕ.

Хăйне шав мухтамашкăн сĕнчĕ юрă,
Çакна тĕпе курасчĕ яланах.
Нумайăшĕ часах пурне те курĕç,
Хăранипе Ăна çеç шанăç ак.

Мăнкăмăллă çынна пăхăнмасассăн,
Ултавлă çул-йĕртен те пăрăнсассăн,
Çÿлти Турра пĕрмай чунтан шăнсан,
Тивлетлĕ пулăр çĕр çинчех ялан.

Асра тытсамăрччĕ Ăна çынсем,
Пĕр Ун пирки хавасланса шав юрлăр.
Ушкăнпала пĕрре килĕштерсе
Илемлĕ сассемпе Турра çеç мухтăр.

Ăна хисеплĕр, Вăл пит ан çиллентĕр,
Хаярлăхĕ ан лектĕрччĕ сире.
Пăхăнмасан — пĕтме тивет тÿрех,
Турра шанакансем кăна телейлĕ.

Эй, Турăçăм, эй, Туррăм, Эсĕ çеç
Пĕччен нумай ĕç тунă çĕр çинче!
Вăй-хăвату епле мăнаçлă, тарăн,
Санпа халь кам-ха танлашма пултарĕ?

Эс пирĕн тĕлĕшпе мĕн шухăшланă,
Пурин çинчен калас тесессĕн эп,
Сăмах та çитеймест, çакна сисеп:
Ăна нимпе виçеймĕн, вăл пит анлă.

Парне парас тесессĕн те илмерĕн,
Хăв ятупа юн тăкнине сивлерĕн.
Эс тăтăн шухăш-кăмăла уçса,
Чуна ирĕклетсе те тасатса.

Пуçа ватса тăрсассăн кив йăлашăн,
Пĕтĕмĕшпе çунтарнă япала та,
Çылăхăмсем — çавсемшĕн ÿкĕнсен, —
Тивĕçтермерĕç-çке Сана куллен.

Вара каларăм уççăн: ак пыратăп,
Кĕнекере те çырнă ман çинчен.
Эй, Турă, ирĕкне йăлт пурнăçлатăп,
Сан Саккуну чĕремĕм ăшĕнче.

Çут чăнлăху пирки эп пухура
Пĕр чарăнмасăр мухтаса калаçăп.
Тĕл пулакан çынпа та шав сăмахлăр
Ырламалла тесе пĕрмай Турра.

Тÿрĕлĕхне те пытарса тăмарăм,
Тĕрĕслĕхÿ çинчен ир-каç калаçрăм.
Ырăлăхна та аслă чăнлăхна
Ырларăм ушкăнра эп яланах.

Эй, Турăçăм, Эс тараватлăхна
Парас теен пулсан, ан иккĕленччĕ.
Аш кăмăлупа чăнлăху мана
Кирек хăçан сыхлаччăр, хÿтĕлеччĕр.

Çылăхăма пула вăй-хал юлмарĕ,
Йĕркесĕр ĕçĕмсем йышланнăран
Асап çеç куртăм эп, вĕсем нумай-çке,
Хам пуçăмри çÿçрен те ытларах.

Эй, Турăçăм, хăтарччĕ Эс мана,
Ним курман пек, ан пăрăнсам, тархасшăн,
Шанса пурнатăп эпĕ халь Сана,
Кăмăлласа васкаччĕ пулăшмашкăн.

Тăшманăмсем пĕрмай чунсăрланнишĕн
Тÿсейми ер мăшкăл, тăрса юлччăр нимсĕр,
Таврăнччăр каялла намăсланса,
Усал шухăшсенчен тÿрех хăпса.

Вĕсем манран сăлтавсăрах кулатчĕç,
Пакăлтататчĕç: «Пит аван, аван.
Ку çын тухаяс çук танатаран».
Хăйсем намăсланассинчен хăратрĕç.

Сана шыракансем пит хĕпĕртеччĕр,
Туйса тăрса Пĕр Эс çăлассине.
Кашнийĕ: Аслă Турă çынсене
Мехел çитсессĕн пулăшать Хăй, теччĕр.

Эп мĕскĕн, юрлă çын кăна, çапах та
Хĕне лексен, мана Вăл алă парĕ.
Эй, Турăçăм, хăтар йывăрлăхран,
Пулăшăвна курасчĕ хăвăртрах.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

40-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ.

Телей тупать çын, чухăн этеме
Çут тĕнчере куллен-кун хĕрхенсессĕн.
Кайран хăйне те Турă шеллеме
Пĕлет, енчен вăл инкеке лексессĕн.

Ăна Вăл сыхлĕ, терт-хĕнре вăй парĕ,
Сĕнсе çеç тăрĕ пурнăçра тивлет.
Тем тĕрлĕ йăх-яхран куллен хăтарĕ,
Ан куртăр, тейĕ, тÿрĕ çын сехмет.

Енчен те чирлесессĕн ăнсăртран,
Ăна самайланма Хăех май тупĕ.
Сăмах-канашĕ сиплĕ пулнăран,
Этем сывалĕ, хĕсметрен кĕç тухĕ.

Эй, Турăçăм, каларăм, хĕрхенсем,
Çылăхăма пула пит халсăрлантăм.
Шанса пурнатăп Эсĕ шеллесе,
Чуна сыват. Шăмшакăм йывăрланчĕ.

Тăшманăмсем пĕр-пĕринпе пуплеççĕ:
Хăçан кăнса выртать-ши ку этем?
Эп вилессе куллен-кун кĕтнĕçем,
Часрах çухалтăрччĕ ун ячĕ, теççĕ.

Тĕл пулсанах суяççĕ, улталаççĕ,
Ыр ĕçшĕн çуннă пек куç умĕнче.
Усал шухăшĕсем чунĕсенче,
Тухса кайсан, çисе, ав, калаçаççĕ.

Пăшăлтатса начар хыпар сараççĕ,
Элекĕн витĕмне аслăлатса.
Мана пит кураймаççĕ-çке, ир-каçăн
Пурнаççĕ хурласа, мăшкăлласа.

Ку этеме хăрушă чир çакланчĕ,
Çавна пула вăл ÿкрĕ ураран.
Тин сывалаймĕ, теççĕ, çук ун шанчăк,
Вăй-халĕ куллен- кун хавшанăран.

Хампа пит лайăх пурăннă этем
Çăкăрăма куллен тутаннăçем,
Хăйне ыр тунине шута илмерĕ,
Мана çеç хирĕç урине çĕклерĕ.

Эй, Турăçăм, Хăв чуруна хĕрхен,
Вăй-хăватна пилле, хăтар хĕнрен.
Чир-чĕр хăпсассăнах ураланатăп,
Тăшмансене вара хыт тавăратăп.

Мехел çитсессĕн, эпĕ сывалсан,
Манран кулакансем çумран хапсăн,
Тинех ăнланап: Эсĕ кăмăллатăн,
Хăвна хисеплекен çынна манмастăн.

Тинех ăнланăн: Эсĕ усрăн сыхă,
Эп пурнăп ним пулман пек ырă-сывă.
Яланлăхах куçа хупсан, мана
Ĕмĕрлĕхе тăратăп Хăв умна.

Хăвна шыракансем пит хĕпĕртеччĕр,
Израилĕн Турри мухтавлă, теччĕр.
Сăмахĕ пултăрччĕ çапла кашнин:
Чапу Сан ĕмĕре! Аминь! Аминь!

41-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Ăса вĕрентни.
Корей ывăлĕсенĕн.

Эй, Турăçăм, пăлан пит ĕшенсессĕн,
Вĕри çанталăкра сив шыв ĕçесшĕн.
Чĕрем те, ÿтĕм те çавнашкалах:
Çана кăна шыраççĕ яланах.

Ман чунăмăн хитре картишÿнте
Хăть пĕр хутчен пулса курасчĕ, тет.
Хăватлă, чĕрĕ Турăшăн ир-каçăн
Çапла çунса пурнать-ха вăл хальхаççăн.

Куллен-кун çапларах манран ыйтатчĕç:
Ăçта Турру? Çĕрле те, кăнтăрла та
Куççулĕ пулчĕ çăкăр вырăнне,
Пĕлмерĕм эп чăн-чăн хисеп мĕнне.

Çакна аса илсе, лăпланнăскер,
Эп йышлă халăх хушшинче çÿреттĕм.
Уяв кĕрленине, саваннăскер,
Турра мухтаттăм, Ун Çуртне кĕреттĕм.

Эй, чунăм, эсĕ мĕншĕн хуйхăратăн,
Мĕнрен хăратăн? Туррăма çеç шан.
Çăлакана, тÿррипеле Калас-тăк,
Мухтас та хисеплес пулать халь сан.

Ăшчик кăмакари вут пек çунать,
Чĕрем çемçелчĕ хăвăрт, ăвăс евĕр.
Хуйха пула кунçулăм та тĕллевсĕр,
Кам лăплантарĕ ĕнтĕ халь мана?

Пăшăрханатăп çав, тен, ытларах та,
Иорданран пурнатăп аякра.
Ермон, Цоарăн сăрчĕсем, чăнах та,
Унран инçе. Çапах та, Эс асра.

Юр ирĕлсессĕнех тусем çинчен, ав,
Айлăмалла шыв юхăмĕ куçать.
Мĕн тĕл пулать ăна хăй çулĕнче халь,
Çавна вăл кĕрлесе илсе анать.

Çак юхăм шалкăм çумăрĕ çусассăн,
Вăйланнăçемĕн вăйланса пырать.
Пит тарăн авăртан янранăн сасă
Мала çеç йыхăрнă пек туйăнать.

Эй, Турăçăм, мĕнпур юханшыву та,
Кĕр! кĕрлесе тăран хăруш хуму та
Васкавлăн иртрĕç пек ман çывăхран,
Вăйу çапла Сан, иксĕлмест нихçан.

Инкек-синкекĕ йăтăнса тухсан та,
Мана манмасть Вăл, пулăшсах тăрать,
Ырăлăхне кун тăршшĕпех парсассăн,
Ăна чĕремçĕм яланах савать.

Турра эп çĕрĕпех тав тăвăп, юрлăп,
Çут тĕнчере курайманнишĕн юрлă.
Вилменшĕн, ырă-сывă пулнăран,
Кĕлтăвăп. Пĕр Ăна çеç кăмăлтан.

Вăл ман хута кĕрсен, çапла ыйтасшăн:
Хăш чух мĕскершĕн ывăлна манатăн?
Тăшман хаярланса çула пÿлсен,
Çÿретĕп кунĕпех пит эрленсе.

Хама хурлакансем çапла ыйтаççĕ:
Турру ăçта? Хăйсем пĕрмай кулаççĕ.
Хурлантараççĕ сив сăмахĕсем,
Шăмшакăма йăлт ватнă пек вĕсем.

Эй, чунăм, эсĕ мĕншĕн хуйхăратăн,
Мĕнрен хăратăн? Туррăма çеç шан.
Çăлакана, тÿррипеле калас-тăк,
Мухтамалла, ырламалла халь сан.

42-мĕш псалом

Эй, Турăçăм, суд ту мана, тархасшăн,
Усал халăхпа эпĕ тавлашсассăн.
Хута кĕрсем, хăтар ултавлăхран,
Пăрăнаясчĕ ырă мар çынран.

Пĕр Эсĕ çеç тĕрек парса тăратăн,
Анчах мана мĕскершĕн пăрахатăн?
Тăшман хурлантарнишĕн эрленсе
Çÿретĕп, Турă манчĕ çав тесе.

Хăв çуттуна та чăнлăхна ярсам,
Вĕсем мана çулпуçĕ пек чĕнейччĕр.
Таса тăву çине ертсе кайсам,
Илемлĕ Санăн Çурт-йĕрне кĕресчĕ.

Вара эп Туррăмăн çывăхнерех,
Ăна парне парас тĕле çитсессĕн,
Хама куллен-кун савнăç кĕнĕрен,
Хавасланса çеç юрлăп шикленмесĕр,

Эй, Турăçăм, эй, Туррăм, тейĕп, мухтăп
Кĕсле кĕввипеле хавхаланса.
Ăна халалласа çĕн юрă хывăп,
Ыр туйăма пула çунатланса.

Эй, чунăм, эсĕ мĕншĕн хуйхăратăн,
Мĕнрен хăратăн? Туррăма çеç шан.
Çăлакана, тÿррипеле калас-тăк,
Мухтамалла, ырламалла халь сан.

43-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Ăса вĕрентни, Корей ывăлĕсенĕн.

Эй, Турă, эпĕр хамăр тăнласаччĕ,
Аттемĕрсен вăхăтĕнче Хăв çеç
Эс пурнăçланă-мĕн чылай ĕçе.
Шурсухалсем çакна уçса паратчĕç.

Халăхсене пĕтернĕ хĕрхенмесĕр,
Ют йăхсене хÿтернĕ те вара
Çав вырăнта халь пурăнсамăр эсĕр,
Мана хисеплĕр, тенĕ, пурнăçра.

Çак чаплă çĕрсене аттемĕрсем
Хĕçпе çĕнсе илмен, мĕн-ма тесен,
Çут тĕнчере вĕсем хĕн-хур çеç курнă,
Вăй-хал енчен те питĕ халсăр пулнă.

Сан сылтăм аллунти хĕрÿ хăват,
Çут сăнару кашнийĕшне хал панă.
Эс вĕсене кăна шав кăмăлланă,
Сехмет çитсен те çăлнă-çке Хăвах.

Эй, Турăçăм, эй, Аслă Ыр Патшамăр,
Пач улшăнман Эс — ĕлĕкхи пекех.
Иакова ал пайăн кулленех,
Çут тĕнчере пире те пулăшсамччĕ.

Мăйракипе хÿтĕленет-çке выльăх,
Хăрушлăх пур енчен хупăрласан.
Эпир Сан ятупа хавхаланса,
Тăшмансене çĕнсе, тупатпăр ырлăх.

Хăшĕ-пĕри çар ураписене
Е теприсем лашисене мухтаççĕ.
Шанмастăн эпĕ ç ĕмĕрĕн вăйне,
Çăлаймĕ хĕçĕм те мана хальхаççăн.

Тăшманăмăрсекчен Хăвах хăтартăн,
Вĕсем пусмăрлама кайсан пире.
Пит курайман çынна та Эс тÿрех
Кирек хăçан та намăслантараттăн.

Эпир вара мухтанăпăр Санпа,
Çут тĕнчери Пĕртен-Пĕр Турăпа.
Ятна куллен-кун аслăлатнăçемĕн
Кĕрешĕпĕр пуласлăхшăн, телейшĕн.

Анчах та Эсĕ халь пире пăрахрăн,
Тархасласа чĕнсен те, пулăшмастăн.
Çарсемпеле тухмастăн çапăçма,
Çавна пула тивет нуша курма.

Тăшманăм умĕнчен те тартăн хăвăрт,
Кам ÿркенмест, çав çаратать куллен.
Тем тĕрлĕ мăшкăла тÿснипеле
Чун-чĕреме нихçанхинчен те тăвăр.

Пире сурăхсемпе танлаштаратăн,
Мехел çитсен, пусаççĕ вĕсене.
Шăп çавăн евĕр, Эс чурусене
Ют йăх çыннисемпе хутăштаратăн.

Тахçан савса суйланă халăхна
Ытла та йÿнĕ хакпала суттартăн.
Чысне, сумне ним чухлĕ хăпартмарăн,
Чылай çынна кăлартăн айвана.

Пире хисеплемеççĕ кÿршĕсем,
Эс вĕрентсе тăнипеле вĕсем
Мăшкăлласа кулма пач вăтанмаççĕ,
Çавна пула терт йышланать ир-каçăн.

Ют ăрăвăн юмах-халап ĕнче
Эпир чее çынсем пек курăнатăр.
Е тĕрлĕ халăхăн хушшийĕнче
Кирек ăçта вĕсен кулли пулатпăр.

Ниме пăхмасăр вăхăт иртнĕçем,
Хам намăса юлни куç умĕнчех.
Мана хăртакансен, Элекçĕсен те
Сăнарĕсем çĕтесшĕн мар куллен-кун.

Пуç çийĕнче усал вăй явăнсан та,
Асапĕ-терчĕ шав ура хурсан та,
Çапах та эпĕр Сан ятна манман,
Эс хунă сăмаха та пăрахман.

Хăв хушнипе дракон çĕршывĕнче
Пире тăшман йăлт аркатса тăксассăн,
Сив вилĕмĕн мĕлки куç тĕлĕнче
Хăруш сăнарĕпе пит хăратсассăн,

Сехĕрленсе ÿкмерĕмĕр эпир,
Çула пÿлсессĕн те асап, терт, чир.
Чĕремĕрсем Санран пач ютшăнмарĕç,
Таса ĕçне хисеплеме манмарĕç.

Енчен те Аслă Туррăмăр ятне
Çĕклемесессĕн, аллăмăрсене
Ют турă еннелле пĕрмай тăссассăн,
Çут чăнлăха савса йышăнмасассăн,

Çакна мухтатчĕ-им-ха Вăл? Пĕлетпĕр:
Пĕр Турă çеç этемĕн чĕрине те,
Ĕçне те хисеплет-çке яланах,
Ăна никам улталаймасть вăрах.

Чухлать Вăл тĕрлĕ, вăрттăн шухăша,
Анчах эиир куратпăр терт, типшар.
Ун ячĕпе сурăхсене вĕлернĕн,
Пире, ав, пĕтереççĕ-çке куллен-кун.

Эй, Турă, тăр! Мĕскершĕн çывăран?
Ыйтатпăр эпĕр: Эс часрах вăран.
Синкерлĕ вăхăтра пире, тархасшăн,
Васкаччĕ Хăвăн аллуна памашкăн.

Эй, Турăçăм, çапла Эс хăçанччен
Эпир хĕн курнине манса пурнасшăн?
Ăшпиллĕ çут сăнна хăш тапхăрччен
Пач кăтартмасăр аякра тăрасшăн?

Чунăмăрсем ытла та тертленеççĕ,
Вĕсем вăйсăрланса çĕре ÿкеççĕ.
Утĕмĕре тăпра çине персен,
Пире пулăшакан та çук иккен.

Эй, Турăçăм, Эс хăвăртрах тăрсамччĕ,
Ыйтатпăр: ăшă кăмăлпа ал парччĕ.
Ырăлăхупала çăлсам пире,
Хÿтĕлекен те Хăв çеç тĕнчере.

44-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Шошан теекен кĕвĕ каламаллипе.
Ăса вĕрентни, Корей ывăлĕсенĕн.
Юратни çинчен юрлани,

Ман чĕрере капланчĕç шухăшсем,
Вĕсем ытла та ырă, питĕ çепĕç.
Хавхаланса сире калатăп эпĕ:
Патша çинчен çеç савăк юррăмсем.

Сăмахăмсем — çунатлă кайăксем.
Чĕлхе хÿтлĕхĕнчен тухса вĕсем
Чăрмав курмасăрах мала вĕçеççĕ,
Вара çынсем патне часах çитеççĕ.

Этем ывăлĕсем нихçан, Патшаçăм,
Эс вĕсенчен илемлĕ пулнăран,
Ыр хыпара Хăв çеç хакланăран,
Çут тĕнчере Санпа танлашаймаççĕ.

Ăс-хакăлу виçесĕр, тарăн, аслă,
Кирек кама та Эс тĕлĕнтерĕн.
Сана Хăй Турă вăй пилленĕрен,
Ĕçĕ-хĕлÿ, пĕлетпĕр, пит мухтавлă.

Эй, Паттăр, Эсĕ чаплă хĕçÿпе
Тавралăха илемлĕхне сарсамччĕ.
Ăна Хăв пилĕкÿ çумне çаксамччĕ,
Пире хавхалантарччĕ ĕçÿпе.

Çав илеме тÿрех пăхăнтарса,
Малтан мала утсамчче васкаса.
Йăвашлăх, тÿрĕлĕх хутне кĕрсемччĕ,
Çут чăнлăха та ăшшăн хÿтĕлеччĕ.
Эс вăрçă урапи çине ларсан,
ÿке-ÿке кĕç тарĕ сăх тăшман.
Ĕçÿ-хĕлÿ пурне те тĕлĕнтерĕ:
Сылтăм аллу хура вăя çĕнтерĕ.

Эй, Паттăр, Санăн çивĕч уххусем
Вăл вилĕмсĕр, упранă ĕмĕрех.
Патшалăхун туйи ытла мăнаçлă,
Тĕрĕслĕхе шав упрĕ тĕнчере.

Çут чăнлăха, тÿрĕлĕхе юратрăн,
Йĕркесĕр ĕç-хĕле пит кураймарăн.
Хăвăнпала пая кĕрекене
Эс сĕртĕн ытларах телей çуне.

Смирнан, алойăн, кассиан шăршийĕ
Сан тумтирне тата ырăлатать..
Çурт никĕсĕ, кăшкарĕ, унăн çийĕ —
Слон шăмминчен туни — савăнтарать.

Тавралăха яту ав мирă евĕр
Хăй техĕмне куллен-кун сапалать.
Сар çу пек кăмăлу епле пит евĕк,
Сана чылай пике халь пуççапать.

Хисеплĕ çыннусен хушшийĕнче
Патшан та сумлă хĕрĕ курăнать-çке.
Ун арăмĕ те сылтăмра пĕччен,
Офир ылтăнĕпе çиçсе тăрать, ав.

Эй, хĕр, кунта эс пурăнма шут тытрăн,
Эппин, сăпай пулса сăна, тăнла.
Хăв халăхна йăлтах асран кăлар,
Хуçу — патша. Унра кăна сан тыткăç.

Канашăма куллен-кун итлесессĕн,
Сан илемне юратĕ Вăл ялан.
Патша кăна Турру, çакна сиссемччĕ,
Эппин, Ăна пĕрмай пуççапмалла.

Вара хуçамăра хисепленишĕн,
Унпа кирек ăçта пĕрле пулнишĕн
Хăвна та йăлăнĕç пуян çынсем,
Тир хулин хĕрĕ çĕнĕ парнесем.

Патшан савнийĕн тумĕ пит илемлĕ,
Ăна ылтăнпала хитре тĕрленĕ,
Анчах та чапĕ ун — чун-чĕринче,
Таса ĕç-хĕлĕнче, кăмăлĕнче.

Чи сывах çыннине Вăл хисеплет,
Санран та чиперри никам çук, тет.
Ун хыçĕнчен хитре хĕрсем çуреççĕ,
Хĕрарăм мĕн каланине итлеççĕ.

Весем хĕпĕртесе, кăмăлласа
Патша çуртне ăна ертсе кĕреççĕ.
Чи Аслă Хуçана умра курсан,
Хисеплесе пуçĕсене пĕкеççĕ.

Пĕлетпĕр эпĕр, вăхăт иртнĕçем
Мухтавлă пулĕç Сан ывăлусем.
Эс вĕсене кашнийĕшне власть парăн,
Мĕнпур çĕрте пĕрмай хуçалантаран.

Яту, чапу та сарăлĕ кунран-кун,
Вăл сыпăкран сыпăка куçĕ шав.
Тем тĕрлĕ халăх калĕ: Эс —Патша,
Сана кăна халь мухтаса тăратпăр.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

45-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Корей ывăлĕсенĕн.
Аламоф теекен кĕвĕ каламаллипе. Юрă.

Пире Пĕртен-Пĕр Турă хÿтĕлет,
Хĕн вăхăтра Вăл пулăшма пĕлет.
Ун çумĕнче пулсассăн хăтăлатпăр,
Вăй-хăватне куллен шанса тăратпăр.

Эпир çĕр кисренсе каяс пулсан та,
Тусем шыв ытамне тăрса юлсан,
Инкек-синкек пĕрмай ура хурсан та,
Хăрас теместпĕр сав хура вăйран.

Хаяр хумсем пит хыттăн шавласан та,
Вĕсем çырансене пырса çапсан,
Тусем-сăртсем шав чĕтресе тăрсан та,
Шикленес çук Турра хыт шаннăран.

Туйса тăратпăр: Вăл Хăй хулине,
Çÿлте вырнаçнă пит Таса Çуртне
Ытла тÿлеккĕн юхакан шывпа çеç,
Савăнтарать, килентерет ир-каçăн.

Вăл вырăнтан хускалмĕ, ларĕ çирĕп,
Ун аллинче: мăнаçлăх, çутă ирĕк.
Чи кирлĕ самантра вăйне парать,
Мехел çитсен, ăшпиллĕн пулăшать.

Пуçларĕç шавламашкăн халăхсем,
Хускалчĕç таврари патшалăхсем.
Çÿлти Чи Аслă Турă сас парсассăн,
Çĕр ирĕлчĕ, мĕнпурĕ пĕтрĕ сассăр.

Çÿлти çарсен Турри шав пирĕнпе.
Кам хăйĕ халь Ăна тăмашкăн хирĕç?
Иаковăн Турри Мăнаçлă, Аслă, Çирĕп,
Вăл пит мухтавлă Хăйĕн ăсĕпе.
Килсемĕр, Турă ĕçĕсене курăр,
Мĕн чухлĕ çĕмĕрчĕ Вăл çĕр çинче!
Этем ывăлĕсен хушшийĕнче
Хальччен пулманнине чылай Хăй турĕ…

Вĕçĕ-хĕррисĕр анлă çĕр çинче,
Хĕçлăшала тем чул пĕтернĕçем,
Çапăçакансене хăюллăн чарчĕ,
Вут вăрçă ураписене çунтарчĕ.

Калать Вăл; Эпĕ Турă иккенне,
Халăхсем хушшинче Чи Аслине
Хам çеç Мухтавлине кашни ăнланăр,
Шăп çавăнпа чĕнетĕп: пăрăнсамăр!

Çÿлти çарсен Турри халь пирĕнпе,
Кам хăйĕ-ха Ăна тăмашкăн хирĕç?
Иаковăн Турри Мăнаçлă, Аслă, Çирĕп,
Вăл пит мухтавлă Хăйĕн ĕçĕпе.

46-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Корей ывăлĕсенĕн. Псалом.

Эй, тĕнчери тем тĕрлĕ халăхсем,
Хавасланса, кăшкăрашса ал çупăр!
Çакна ăнланăр лайăх: сирĕн çулăр
Ирĕкленет Турра хисеплесем.

Çакна ăнланăр: Вăл çÿлте тăрать.
Пире кам тăнламасть, çавна шеллевсĕр
Мĕнпур çĕрте патша пек пулнăран,
Итлеттерме пĕлет ялан тĕллевлĕн,

Ун вăй-халне пула ют ăрусем,
Çут тĕнчери пит йышлă халăхсем
Хирĕçлесе тăма та хăяймаççĕ,
Эпир мĕн хушнине шав пурнăçлаççĕ.

Пире мĕн пÿрнине, пуянлăхне,
Шута илсе Иаков илемне,
Çак çĕршыва Хăй суйласа илтерчĕ,
Ку тăрăхра эсир ыр курăр, терĕ.

Эпир трубасемпе кăшкăртнă чух,
Хавасланса та хыт шавланă чух,
Чи Аслă Турă тÿпене çĕкленчĕ,
Тавралăх ялкăшса пит хитреленнĕ,

Эй, пурте савăнса сас парăр, юрлăр,
Туррăмăра хисеплесе шав мухтăр!
Çут. тĕнчере патша та Вăл Хăй çех,
Ăна савас пулать кашнийĕнех.

Çут тĕнчере Патша та Турă çеç,
Хуçаланать пĕрмай Вăл çĕр çинче.
Эппин, кашнийĕ пĕрле тăрăр, юрлăр,
Хăпартланса кайса Ăна шав мухтăр.

Пĕртен-Пĕр Турă халăхсен Патши,
Унпа пулсан пĕтет çынсен нуши.
Вăл Хăйĕн аслă вырăнĕ çинче халь,
Ăна куллен-кун пăхăнать тĕнчемĕр.

Пит йышлă халăхсен пуçлăхĕсем,
Авраамăн Туррине хисеплесе,
Пуçтарăнчĕç. Мĕн-ма тесен кашнийĕ
Тăрса юласшăн мар-çке нимсĕр, нишлĕ.

Мĕн-ма тесессĕн, çĕр çинчи тĕрек
Кирек хăçан та Турăра кăна-çке.
Вăл Аслă. Тĕнчере Пĕртен-Пĕрре!
Эппин, Ăна пĕрмай шав пăхăнасчĕ.

47-мĕш псалом

Юрă, псалом, Корей ывăлĕсенĕн.

Пĕртен-Пĕр Турă Хăйĕн хулинче
Таса, илемлĕ çÿллĕ ту çинче
Вырнаçнăскер, чăнах та, питĕ аслă,
Ĕç-хĕлĕ те Ун вилĕмсĕр, мухтавлă.

Сион пирки сăмах-юмах тухсассăн,
Вăл анлă çĕрĕн савăнăçĕ, тетпĕр.
Çурçĕр енчи хуламăра савса,
Патшан хули-ха ку, тесе çÿретпĕр.

Кунта Пурнакансем Ăна куллен-кун
Сума сăваççĕ, питĕ хисеплеççĕ.
Енчен те ăнсăртран хĕн-хур курсан,
Ал парĕ, теççĕ, Вăл пире ялан.

Çак хулана пăхăнтарас тесе,
Пит йышлă халăхсен патшийĕсем
Пĕрле пуçтарăннăччĕ те, анчах та
Вĕсем çапăçăва кĕмесĕр чакрĕç.

Мĕн-ма тесен, кунти мĕнпур çурта
Хăй Турă хÿтĕлет кирек хăçан та.
Вĕсем Ун вăй-халне туйсан хăранă,
Тарма пуçланă шиклĕ вырăнтан.

Çăмăлланас тесен, хăш чух хĕрарăм
Типшар курса, асапланса пĕтет,
Шăп çавăн евĕр, хĕçпăшаллă çарăн
Сехĕрленме те хăрама тивет.

Хĕвелтухăç ĕнчи хаяр çиле
Эс Хушса каларăн та, вара çиллессĕн
Пĕтерчĕ вăл Фарсис çыннисене,
Карап çинчи мĕнпур тăшмансене.

Мĕн чухлĕ чаплă ĕç Вăл пурнăçланă!
Çакна туйса тăратпăр-çке паян та.
Тĕреклĕхне çĕкленине кура
Ĕмĕрлĕхех савас пулать Турра.

Чиркĕвÿнте — илемлĕ çуртунта
Ырри пирки çеç лăпкăн шухăшлатпăр.
Хавхаланать-çке чунăмăр кунта:
Эй, Туррăмăр, Сана эпир сăватпăр.

Яту ытла мăнаçлă, Аслă Турă,
Вăл çитнĕ, çĕрĕн вĕçĕ-хĕрринех.
Сылтăм аллу тĕрĕс ĕçе çеç тунă,
Сан мухтавна ырлатпăр ĕмĕрех.

Эй, Турă, Санăн тÿрĕ судусемшĕн
Сионăн тăвĕ хĕпĕртетĕр шав.
Иудей хулинчи чипер хĕрсем те
Хыт савăнччăр, ан курччăр тек нуша.

Эппин, Сион тавра утса тухсамăр,
Хулан башнисене те сăнасамăр:
Вĕсем лараççĕ ним пулман пекех,
Турра пула пач ишĕлмесĕрех.

Пулас ăрăвăн çĕн çыннисене
Мĕн курнине йăлт каласа кăтартăр.
Пăхса тăрсамăр Ун çурчĕсене,
Кирлех пулсассăн, юсама ан манăр.

Ăнланăр лайăх: çутă тĕнчере
Хăй Турă пирĕнпе халь ĕмĕрех.
Васкавлă вăхăчĕ иртсе пыруçăн,
Кашни этемшĕн Вăл çеç чăн-чăн Пуçлăх.

48-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Корей ывăлĕсенĕн. Псалом.

Пур халăхсем те итлĕр-ха çакна:
На нăррисем те, питĕ чаплисем те,
Чухăнраххисемпе пуяннисем те
Май тупăр тăнламашкăн яланах.

Ăслăлăха чун-чĕремпе хисеплĕн,
Пуш сăмаха умран сирсе ярса,
Пĕлÿлехе ялан мала хурса,
Çут чăнлăхпа мăнаçланма вĕренĕп.

Ытарлă хайлава итленĕçем,
Ăна хаклас пирки те эп калаçăп.
Çĕн юрă-кеввĕме янранăçем,
Унпа тĕп шухăша уçма хăтланăп:

«Хама такăнтаракансен ĕçне,
Вĕсем йĕркесĕрлĕхшĕн çуннине
Асăрхасассăн, хам инкек курсассăн,
Шикленмелле-им-ха ман ним тумасăр?

Эй, хăвăр вăйăра шанакансем,
Мул нумаййипе мухтанакансем,
Пуянлăха айван сын пек ан шанăр,
Вăл пĕтесси пирки те ан мансамăр.

Элчел çитсен, сив вилĕм аллинчен
Çын тăванне çăлаймĕ, хÿтĕлеймĕ.
Вăл Турă умĕнче хевтесĕртен,
Пурăнăçне укçа парса илеймĕ.

Çут тĕнчере пит пысăк çав чун хакĕ,
Çын пулаймасть яланхи пек вăй-халлă.
Ыр ĕмĕчĕ куллен-кун иксĕлет,
Пурăнăçран та ун кайма тивет.

Шăп çавăнпа та ĕмĕр юп курмашкăн,
Мен пÿрнинчен алхапăл хăтăлмашкăн
Сив вилĕмĕ хăрушшăн çитнĕ чух,
Унран тарма этемĕн халĕ çук.

Курать те ăнланать-çке кирек кам:
Мехел çитсен, пĕтеççĕ ăслисем те,
Вĕсем пекех вилеççĕ ухмахсем те,
Айваннисен шăпи те çавнашкал.

Çак пулăма сăнатпăр час-часах:
Çынпа çын хушшинче мен чул усаллăх?
Пурне те сар хĕвел савать çавах,
Вĕсемшĕн ют пулсассăн та пĕртанлăх.

Чун-чĕм ĕнче кашнийĕн пур пуянлăх,
Пур ытлăх-çитлĕх, чал та иксĕлмест.
Анчах та хăш-пĕрне вăл пач лекмест,
Намăссăрри унпа ыр курĕ анлăн.

Пуяннисем капмар çуртсем лартаççĕ,
Унта пурнатпăр ĕмĕрех, тесе,
Калаççĕ те шанмаççĕ вилессе,
Çĕрĕсене хăйсен ятне параççĕ.

Анчах та вăраха пымасть çын чапĕ,
Пурăннăçем хăвачĕ унăн чакĕ.
Шăп çавăн евĕр выльăхăн кунçул:
Паян çÿрет, ыран йĕрри ун çук.

Пурне те Турă тусанран çĕкленĕ,
Хăть тĕрĕсле: ÿтрен пулать тусан.
Çын чунĕ çÿллĕ тÿпене илене,
Юлаççĕ выльăхсем çĕртех, кансан.

Таса мар этемсем пуш ĕмĕте,
Суя чапа шанни — чăн-чăн айванлăх.
Çав çул-йĕрпе кайсан, тупан асаплăх,
Эппин, ăна ырламалла мар тек.

Сурăхсене васкавлăн хупнă евĕр,
Çав çынсене тĕртеççĕ çĕр тĕпне.
Унта сив вилĕмĕ куллен тĕллевлĕн
Çирĕплетет пĕр хăйĕн тытăмне.

Сăваплисем; ирĕкелле тухаççĕ
Е тамăкра кашни хуçа пулаççĕ.
Айăплисем çурт-йĕрĕ — тупăк çех,
Вĕсем унтах юлаççĕ ĕмĕрех.

Хăй Турă хăтарсассăн ман чуна,
Ут-пĕвĕм ним пулман пекех канать.
Таса çынна Вăл, чăн та, хурламасть-ха,
Ăна çĕрте çĕртсе яма памасть халь.

Асилтерет: çак чăнлăх çĕнĕ мар:
Вилеççĕ ăслисем те, ухмахсем те.
Элчелĕ кĕттермĕç ĕрех çитсессĕн.
Пуянлăхне май çук илсе кайма.

Тĕреклĕх çук вăл лартнă çурт-хуралтăн,
Кĕве йăви пекех час саланать.
Е хÿшĕ евĕр çеç, унта хуралçă
Вăхăтлăха кăна курăнкалать.

Канма выртать те ав, çĕрме пуян,
Ирех тăрса пăхать: нимскер те çук ун.
Енер темтепĕр пурччĕ-çке, паян
Вăл кÿршинчен те, кĕлмĕçрен те, чухăн.

Усал этем: ман чун таса тесен те,
Пурăннă чух ятне пит çĕклесен те,
Вилсессĕн ашшĕсем патне çеç кайĕ,
Кайран нихçан та çутă кун кураймĕ.

Ăссăрлăха мала хуран этемĕн
Кунçулĕ выльăхăнни евĕр, тетĕн.
Çук уйрăмлăх тени, çавна пула
Ăна сивлетĕн пурнăçра ялан.

49-мĕш псалом

Асаф псаломĕ

Эй, итлĕр, турăсен Турри чĕнет,
Хăй пуçтарать мĕнпур этемсене.
Хуллен тухать те тухăçран хĕвелĕ
Кун каçипе хĕмне тăкать тирпейлĕн.

Сион пирки сăмах-юмах тухсан;
Вăл пирĕн çĕрĕн савăнăçĕ, тетпĕр.
Ытла илемлĕ, чаплă вырăнтан
Чи Аслă Турă килессе кĕтетпĕр.

Ун чух Вăл çынсене пит хăратса,
Йĕри-тавра çил-тăвăл кăларса,
Хăруш вут-çулăмпа хĕне пĕтерĕ,
Пухăннăскерсене сехĕрлентерĕ.

Мăнаçлăскер, чĕнет пĕлĕтсене те,
Хăйне ялан пăхăнакан çĕре те,
Айăпласа суйланă халăхне
Пуçлать Вăл каламашкăн сăмахне:

«Хама парне паракан çынсене,
Ман умăмра таса пулнисене,
Пурне те васкаса пĕрле пуçтарăр,
Вĕсемпеле пит уçăмлăн калаçăр».

Çÿл тÿпере шав куçĕç пĕлĕтсем,
Ун чăнлăхне пĕлтерĕç кĕç вĕсем
Мĕн-ма тесен, çакна кашни курать-çке,
Судне тумашкăн Турă çеç халь хатĕр.

«Эй, халăхăм, сăмахламах пуçлатăп,
Эп сан Турру, эппин, тăнла Мана.
Израилĕн ÿпкелесе хăвнах
Айăпусемшĕн хыттăнах вăрçатăп.

Парне панишĕн ятлас çук хăр-харрăн,
Ыр кăмăлпа эс сĕн тĕн кашнине.
Çав выльăхсем умра çуннишĕнех
Сăлтавсăрах чĕрре кĕресшĕн мар Эп.

Сан килĕнтÿ тĕреклĕ вăкăру та,
Качакусем те кирлĕ мар Мана.
Мĕн-ма тесен, кашнийĕ ют-çке судшăн,
Чун-чĕмÿпе тÿрех ăнлан çакна.

Вăрмансенчи тем тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк,
Тусем çинчи пит йышлă выльăх-чĕрлĕх
Кирек хăçан та Хамăн аллăмрах,
Вĕсем çÿреççĕ яланах умра.

Айлăмалла вĕçен кайăксене,
Хирте çÿрекен чĕрĕ чунсене,
Кашнийĕшне пĕлсе, курса тăратăп,
Вĕсен пурăнăçне куллен сăнатăп.

Енчен те Манăн пит çиес килсессĕн,
Санран апат ыйтмастăп нихăçан.
Çут тĕнчере Хама пач пăхăнман
Чĕрчун пурах-ши? Эп çакна пĕлесшĕн.

Хуравĕ çапларах-тăр. Аллăмра
Çак çĕр çинче мĕнпур кун кураканĕ.
Ун çийĕнче мĕскер вĕçет ир-каçăн
Е кăпăк кăларса ишет шывра.

Эп çавсене пурне те Хам пултарнă,
Эппин, кашнин Мана пăхăнмалла,
Ирĕкĕме йăлтах йышăнмалла
Этемĕн те: пуян-и вăл е тарçă.

Ыйтасшăн сирĕнтен халь çапларах:
Эп вăкăрăн ашне çиетĕп-и-ха?
Вăлтса тăма ÿркенмĕп-ха татах:
Е качака юнне ĕçетĕп-и шав?

Ăспа е ĕçлесе пурнас килсен,
Çÿлти Турра ялан юрас тесен
Ăна куллен мухтав парни курсамччĕ,
Асăннине памашкăн ан именччĕ.

Эс хуйхă-суйхă курнă вăхăтра
Кĕлтунă май Мана чĕн хăвăртрах.
Вара Хама мухтанине тăнлатăн,
Хăвна çав инкекрен кĕç хăтаратăп».

Çылăхлă этеме калать çапла Вăл:
«Мĕскершĕн икпитпе çÿрен ялан эс?
Пĕрре пăхсан Ман йĕркене саван,
Чун-чĕрÿпе вара усал сунан.

Чĕлхÿ çинчен ăш сăмахсем каймаççĕ,
Çын умĕнче чухлан пурнăçланмашкăн,
Вĕрентĕвне саратăп, тен, куллен,
Анчах та пăрăнсан, Мана сивлен.

Чи çывăх тăванун куç шăрçине
Пăхатăн та тÿрех турат куратăн.
Çапах та Ху, шалти перенÿне
Асăрхама, туйма та хăтланмастан..

Вăрра курсассăн та чĕрре кĕместĕн,
Унла килĕштерсе пĕрле çÿретĕн.
Е аскăн çынсемпе эс тĕл пулсан,
Вĕсемпеле шав явăçса пурнан.

Çăварунтан тухать усал сăмах,
Ăна чармастăн, шав пакăлтататăн.
Чĕлхÿ чееленме пĕлет вăрах,
Çавна пула чылай çынна хурлатăн.

Хăв тăванна çимешкĕн ÿркенместĕп,
Ăна усал сунса кăна пурнан.
Е аннÿне пачах та хĕрхенместĕн,
Ун ывăлĕ пирки элек саран.

Тÿрккес ĕçне пĕрмай курса тăрсан та,
Çавна асăрхасассăн та шăплантăм.
Шутларăн пулĕ: Турă ман пекех,
Çиленнине палăртас çук тинех.

Айван этем, эс хытă йăнăшан,
Явап тытма тивет-ха сан кайран.
Çылăхусемшĕн эпĕ тавăратăп,
Мехел çитсен, хăвна çеç айăплатăп.

Турра манакансем! Çакна ăнланăр:
Сире çăлмашкăн шухăшăм çук Манăн.
Куллен мăн кăмăлпа çеç пурăнсан,
Çумра хăтаракан пулмасть нихçан.

Мухтав парнине кам сĕнме пĕлет,
Çавна Хăй Турă питĕ хисеплет.
Ун ирĕкне туса пыракана та
Çут тĕнчере пĕрмай шанса пурнать Вăл.

Кам хăйĕн çул-йĕрне асра тытать,
Ăна ăс-хакăлпа пĕлсе хаклать.
Çав этеме те Турă Хăй калать-çке,
Кайран çăлăннине хăвах куратăн».

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

50-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Давид псаломĕ, Вирсавия
патне кĕрсен, кайран хăй патне
Нафан пророк пынă чухнехи.

Эй, Турăçăм, Эс ырăлăхупа
Пит Ăслăскер, мана чунтан хĕрхенччĕ.
Куç виçейми таса кăмăлупа
Йĕркесĕр ĕçсене йăлт пĕтерсемччĕ.

Хура пулăмсене çуса ярсамччĕ,
Çылăхăмран часрах ман тасаласчĕ.
Çак инкексем иртсе кайичченех
Пулас килет ман Санăн хÿттÿнтех.

Килпетсĕр тунине туйса пурнатăп,
Йăнăшсене пит лайăх ăнланатăп.
Çылăхăмсем пулнишĕн кулянса,
Ир-каç тăратăп хама çеç вăрçса.

Сан умăнта, чăнах та пур чăн айăп,
Усал ĕç-хĕлĕме пач пытармастăп.
Мана Пĕр Эс çеç суд тума хăян,
Мана Пĕр Эс çеç тĕрĕс айăплан.

Тасамартан таса кам çуралать-ха?
Хуравĕ паллă: çын çылăхсăр мар.
Аннеçĕм варĕнче эп вараланнă,
Халь май та çук-çке хăвăрт тасалма.

Эс чĕрери çут чăнлăха юратрăн,
Хам ун пĕлтерĕшне ăнкарас çук.
Ăшчикĕм манăн пит вăрканă чух,
Пророксемпе ăшпиллĕн калаçтартăн.

Тĕрĕслĕхе çынран та ытларах
Туйса тăратăн-ха, мала хуратăн.
Шăп çавăнпа ăслăлăхна паратăн,
Эсир унпа паллашăр, тен, часрах.

Исопп сĕткенĕпе мана çăлсамччĕ,
Тасамартан пит хăвăрт хăтăласчĕ.
Çылăхсене сирсессĕн пурнăçра,
Пулас килет юртан та шурăрах.

Ыр хыпара илтсессĕн хĕпĕртесчĕ,
Çÿресчĕ ним пулман пек çĕр çинче.
Ху ватнă шăмшака силленĕçем,
Сан ырă вăй-хална шав ĕненесчĕ.

Эппин, çылăхăмран куçна илсем,
Ăна асра тытсан, чун ыратать ман.
Вĕçленнĕ май йĕркесĕр ĕçĕмсем,
Ĕлĕкхи пек çĕклентĕр ырă ятăм.

Эй, Турă, чĕрене Эс çирĕплет,
Ăшчикĕм Санăн пилÿпе тасалтăр.
Кăкăрăмри сывлăшăма çĕнет,
Çут чăнлăха пула чун хăватлантар.

Мана Хăв умăнтан тĕртсе ан яр,
Мĕн-ма тесен, умра, ав, тĕпсĕр вар.
Таса сăваплă Сывлăшран, тархасшăн,
Ан уйăрсам, Санпа çеç эп пуласшăн.

Ху çăласси пирки еистерччĕ, ман
Каллех сăлтавĕ пултăр савăнма.
Таса, хăватлă Сывлăшупала эп
Тĕрек илсе утăм малтан мала çеç.

Йĕркесĕр пурăнакан çынсене
Сан çулупа кăна утма вĕрентĕп.
Хăйсем улăштарсассăн шухăшне,
Эп вĕсене чеен кăна систерĕп:

Ултавçă, тейĕп, хăвăн куçунти
Пĕренÿне кăлар, вара эс тин
Чи çывăх тăванун куç тарçинчен те
Турат епле тухассине пĕлен-çке.

Эй, Турăçăм, юн тăкнă çылăхсемшĕн,
Пĕртен-Пĕр Çăлакан пулса хăтар.
Вара тÿрĕлĕхне мухта-мухта
Чĕрем çĕкленĕ ырă ĕçÿсемшĕн.

Эй, Турăçăм, чĕлхе-çăварăма
Иккĕленмесĕрех яри уçсамччĕ.
Сана Вăл тивĕç ĕмĕр ырлама,
Эппин, ăна чарма ан тăрăшсамччĕ.

Парне парас тесессĕн те илмерĕн,
Куççульпе юн тăкнисене сивлерĕн.
Эс тăтăн шухăш-кăмăла уçса,
Чуна ирĕклетсе те тасатса.

Пуçа ватса тăрсассăн кив йăлашăн,
Пĕтĕмĕшле çунтарнă япала та,
Çылăхăмсемшĕн хытă ÿкĕнсен,
Тивĕçтермерĕç-çке Сана вĕсем.

Чухлатăн: Унăн юрăхлă парни —
Вăл хурлăх куракан чун-чĕм пулни.
Эппин, Ăна шав чÿк сĕнме ан манăр,
Ăшра мĕн пуррине те каласамăр.

Тÿрĕлĕх парнине Турра çеç парăр,
Кирек хăçан Хăйне хĕрÿллĕн шанăр.
Ăнланăр: чăтăмлă, йăваш çынна
Вăл пулăшмашкăн хатĕр яланах.

Эй, Турăçăм, Ху кăмăл тунине,
Сионшăн ырă пулнине кăтартчĕ.
Иерусалимăн хÿмисене
Йĕри-тавра тĕреклĕн çавăрсамччĕ.

Вара Эс тÿрĕлĕх парнисене те,
Пĕтĕмĕшле çунтарса панине те
Чÿк вырăнĕ çинче тÿрех куран,
Пăрусене савса çеç йышăнан.

51-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид вĕрентни.
Идумея çынни Доик Саул патне пырса:
Давид Ахимелех килне пынă,
тесе каланă хыççăн.

Эй, паттăр, эсĕ мĕншĕн мухтанатăн,
Усаллăхупа пит хăпартланатăн?
Пĕртен-Пĕр Туррăн ырлăхĕ ялан
Манпа пĕрле çеç пулнине ăнлан.

Чĕлхÿ чараксăр, вăл ним уямасăр
Çынна кÿрентерет, асап кÿрет.
Сăмахупа хăш чух хĕç пек кассассăн,
Хăвна лартăн ултавçă вырăнне.

Эс ырă тăвасран пит шикленетĕн,
Куллен хаярлăха мала хуран,
Е çутă чăнлăха хурлан, сивлетĕн,
Суеçтерме кăна халь юратан.

Çынна ман тĕп тăвасчĕ-ха тесе,
Усал сăмах сармашкăн тăрăшатăн.
Курнăçланса та пит чееленсе,
Суеçтерме, улталама хăятăн.

Сана çапла пулнишĕн Аслă Турă
Каçарас: çук, Вăл пурпĕр тавăрать.
Мĕн-ма тесесĕн, эсĕ пурнăçра
Тусусене те шав кăтартрăн хурлăх.

Кил-çуртунта тин çеç тулаттăн хÿтлĕх,
Анчах унпа сывпуллашма тивет.
Йăх тăсакан та ырлăх курмĕ ÿлĕм,
Вăл çул-йĕрне хăвăн пекех вĕçлет.

Таса çынсем çакна курсан пирвай
Шикленчĕç пуль, кайран хăюллансассăн,
Пуçларĕç калаçма, кулма: ай-яй,
Хăйне этем епле мăнна хурсаччĕ.

Пуянлăхпа тем те пулать тума,
Тесе епле вăл питĕ мухтанатчĕ,
Тĕрекĕме эп Турăра тупман, —
Çапла усал ĕçне мала хуратчĕ.

Пĕртен-Пĕр Туррăн ырă çуртĕнче
Çу йывăçĕ пекех эп ешеретĕп.
Пурăннăçем, чиперрĕн ларнăçем,
Ăна кăна шанатăп, ĕненетĕп.

Ăраскала Ун аллине паратăп,
Çут тĕнчери ятне аслăлататăп.
Мухтатăп Туррăн ăшă кăмăлне,
Пĕлетĕп çыншăн Вăл пит кирлине.

52-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Вĕрсе каламаллипе. Давид вĕрентни.

Пĕр ăссăр çын шухăшламашкăн хăйнă:
Çук имĕш, Турă ĕçĕ тĕнчере.
Куллен-кун питĕ тăрăшрĕ те хăйшĕн,
Юлташĕсем те пăсăлчĕç тÿрех.

Вĕсем асса кайса пит ирсĕрленчĕç,
Вăл пуррине пĕлсен те иккĕленчĕç.
Пăтравлă саманийĕ çитнĕ чух,
Халь ырă ĕç тăвакан çын та çук.

Çÿлтен этем ывăлĕсем çине
Пăхать те Турă çакăн пек ыйтать Хăй:
Мана шыракансем халь çĕр çинче
Пĕтмен-и-ха? Хуравлама кам хатĕр?

Çул-йĕрĕмрен кашнийĕ хăвăрт тарнă,
Юрăхсăра тухса вĕсем аташнă.
Пăтравлă самани кĕрленĕ чух,
Ыр ĕç пурнăçлакан этем пач çук.

Йĕркелĕхе пăсакансем çаплах,
Выçса çитсессĕн, çăкăр çинĕ евĕр,
Халăхăма пĕтерĕç-шим тĕллевлĕн,
Турра чĕнмеççе-шим вара татах?

Çапах та вăхăчĕ шав куçнисем,
Сехĕрленсе ÿкеççĕ-çке хăйсем,
Вĕсен шăммисене мĕн-ма тесессĕн
Хăй Турă салатать кайран шеллевсĕр.

Эс ху та кашнине намăслантарăн
Çут чăнлăха савмашкăн тарăхса.
Çавна пула Вăл Хăй те пит васкавлăн
Пăрахатех усалсене часах.

Израиле Сион çинче тăрса
Çăлма пултарĕ кам, вăйне парса?
Енчен те Турă халăхне васкавлăн
Хăтарасах тесессĕн, ал парсассăн.

Ун чух Иаков савăнĕ чунтан,
Израиль хĕпĕртĕ пур кăмăлтан.
Эппин, Туррăмăра шав ĕненсемĕр,
Çăлакан килессе куллен кĕтсемĕр.

53-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Хĕлĕх хурса каламаллисемпе.
Давид вĕрентни.
Зиф çыннисем Саул патне пырса: Давид пирĕн патăмăрта пытанса тăмасть-ши? тенĕ чухнехи.

Эй, Турăçăм, мана Ху ятупа,
Тархасласа ыйтатăп халь: çăлсамччĕ.
Тапса тăран таса хăватупа
Тÿре пулса ăшпиллĕн суд тусамччĕ.

Эй, Турăçăм, Эс кĕллĕме илтсемччĕ,
Шухăшăма йăлт ăнланса илсемччĕ.
Хĕнре паратăн çăмăллăх чуна,
Шăп çавăншăн саватăп эп Сана.

Усал çынсем; хăрушшăн тапăнаççĕ,
Вăйлăскерсем, ав, чунăма шыраççĕ.
Ырра курмасăр пит пăлханнă чух,
Вĕсемшĕн, чăн та, Аслă Турă çук.

Анчах мана Вăл пурпĕр пулăшать,
Хавшанă чĕрене вăй-хал парать.
Çумра пулнишĕн Турă, савăнатăп,
Куллен Ун ырлăхне туйса тăратăп.

Пĕлетĕп эпĕ: манăн чун таса,
Эппин, кайран тертленĕ-ха усал.
Тăшмансене начар ĕçсемшĕн тавăр,
Çут чăнлăха савман çын—хăй путлантар.

Эй, Турăçăм, Сана кăмăлласа
Хам парнене хавасланса паратăп.
Ыр ĕçÿсемшĕн ăшшăн тав туса,
Куллен Ятна-сумна аслăлататăп.

Мана пур асапран Эс çеç хăтартăн,
Йывăрлăхра çĕклерĕн, алă патăн
Куратăп эп: тараççĕ тăшмансем,
Чуна хур тăвас çук тинех вĕсем.

54-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Хĕлĕх хурса каламаллисемпе. Давид вĕрентни.

Эй, Турăçăм, кĕллĕмсене илтсем,
Шухăшăма йăлт ăнланса илсем.
Эп йăлăннă чухне пач курăнмасăр,
Чĕнмесĕр ан тăр, ман Сана курасчĕ.

Шăмшак сурать, çÿретĕп йынăшса,
Пулăшасса шанса, пит кулянса.
Калаçăва, эппин, Эс итлесемччĕ,
Хăвна çеç шаннине шав ĕненсемччĕ.

Тăшман сасси, усал хĕсĕрлени,
Йĕркесĕр ĕçшĕн антăхса çунни
Пит хăратать те, эп лăпланаймастăп,
Вĕсем мана, чăнах та, кураймаççĕ.

Кăкăрăмри чĕрем халь читлĕхре,
Вăл, хыт Шикленнĕрен, сиксе чĕтрет,
Вилсе выртас пекех сехĕрленетĕп,
Хăрушă-çке, нивушлĕ кĕç пĕтетĕп?

Йăлтах аптрарăм та, тĕлли-паллисĕр
Утатăп. Чарăнатăп. Тимлĕх çук.
Инкек-синкек çапла капланнă чух
Юлатăпах-шим пулăшусăр, нимсĕр?

Пуплетĕп: кăвакарчăн çунатне
Кам парĕ-ши мана? Ун чух вĕçеттĕм,
Хальччен пулман çĕн вырăна çитеттĕм,
Унта тупаттăм лăпкăлăх тинех.

Пит аякка пĕччен тарса каяттăм,
Пушаннă лăпкă уй-хиртех юлăттăм.
Ун чух çиленнĕ этемсен сăнне
Умра курса тăмастăм кулленех.

Çавраçилрен, хăрушă тăвăлран,
Мĕнпуррине аркатакан вăйран,
Тараттăм та хуйха манса пурнаттăм,
Хÿтĕлĕхре канăçăма тупаттăм.

Эй, Турă, тăшмансен каварлăхне
Аркат. Вĕсен чĕлхин ĕсем пăтраштар.
Пĕр-пĕринпе куллен тавлашнине,
Иртĕхнине сăнатăп эп ир-каçăн.

Хула тавра вĕсем утса çÿреççĕ,
Тĕл пулнă çынсене пит хĕсĕрлеççĕ.
Кашнин тĕллевĕ паллă, çĕнĕ мар;
Мĕскĕнсене, калаççĕ, шар тăвар.

Урамсенче Тÿре ĕçне пăсаççĕ,
Чееленме, улталама хăяççĕ.
Çухатнă ĕнтĕ намăс-симĕсе,
Ыр çулпала утаççĕ-ши вĕсем?

Мана тăшман хăртмашкăн шут тытсассăн,
Мĕнех вара: тÿсетĕп эп ăна,
Е курайман этем пит хăратсассăн,
Унран таратăп пурпĕр яланах.

Анчах сана ним чухлĕ ăнланмастăп:
Мĕскершĕн пăрăнатăн тĕп çултан?
Манпа пĕрле эс юнашар тăраттăн,
Калаттăн: эп — тусу, тесе ялан.

Епле килĕштереттĕмĕр тата?!
Турă Çуртне çÿреттĕмĕр хавассăн,
Пĕр-пĕринпе пуплеттĕмĕр чунтан,
Пурнаттăмăр аван, усал çунмасăр.

Тÿрккес этемсене çапла калатăп:
Хаярлăхшăн тытма тивет явап.
Сире пурне те халь кĕтет çăва,
Сив тамăка кашнийĕшĕ каятăр.

Мĕн-ма тесессĕн, килĕр-çуртăрта, ав,
Килпетсĕр ĕç кăна, ырри пач çук.
Сире пула куллен юхать куççуль,
Ют сирĕншĕн килĕшÿпе пĕртанлăх.

Чи çывăх тус пăрахрĕ-çке мана.
Эппин, Турра пĕччен çеç тархаслатăп.
Шанса тăратăп халь Ăна кăна,
Хама Вăл çăласса туйса пурнатăп.

Каçпа та, ирхине те, кăнтăрла
Чĕркуçленсе ларатăп, йăлăнатăп.
Вăл сассăма илтессине ялан
Кĕтетĕп, пулăшассине шанатăп.

Мана ура хуракансем нумай,
Хăтарĕ, тетĕп, Хăй çеç чунăма.
Чăнах та, тăшмансем умра капланчĕç,
Усал сунакансем пит йышлăланчĕç.

Чи Аслă Турă ĕмĕр-ĕмĕр хатĕр
Тавлашура Тÿре пулса тăма.
Вăл Хăйĕн чăнлăхне тĕпе хурать те
Пĕлет пурне те тĕрĕс хаклама.

Тăшманăмсем улшăнасса часах
Кĕтсе илме май çук. Ним хăрамасăр
Пĕр хăйсене ыр тунине манса
Хăяççĕ панă сăмахне пăсмашкăн.

Вĕсен чĕлхи çуран та çемçерех,
Анчах ăшĕсенче упраççĕ вĕчĕ.
Кашнийĕнех хăрушă ĕçĕн вĕçĕ:
Таса çынна, пуплеççĕ, пĕтерер.

Сăмахĕсем, ав, йывăç çăвĕнчен те,
Тен, сиплĕрех? Малтан, чăнах, ĕненĕн.
Каярахпа йăлт ăнкарса илен:
Вĕсем хĕçрен те çивĕчрех иккен.

Эппин, пырса çапсассăн хуйхă-суйхă,
Турра çеç шанмалла. Вăл пулăшать.
Тÿр кăмăллă çынна калатъ: ан суй эс,
Вара сан çумăнтан хăпать нуша.

Эй, Турăçăм, усал этемсене
Тĕртсе яратăн вилĕм шăтăкне.
Мĕн-ма тесен, вĕсем хаярланатчĕç,
Ыр тунине манса кайса пурнатчĕç.

Юн тăкакансене, пуякана та
Пурăнтармастăн ĕмĕр тăршшĕпех.
Вĕсен пĕтет кунçулĕ çурринчех,
Эс кашнине пит хытă тавăратăн.

Эй, Турăçăм, Сана кăна шанатăп,
Шыв юхăмĕ ан сĕтĕртĕр мана.
Е сивĕ тĕлсĕр шăтăк яланах
Çăтса ярассипе пит ан хăраттăр.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

55-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Аякра сасă кăлармасăр тăракан кăвакарчăн çинчен.
Давид çырăвĕ, хăйне Филистим çыннисем Гефра тытнă чухнехи.

Эй, Турăçăм, ыйтатăп, хĕрхенсем,
Усал этем мана чăрмантарасшăн.
Куллен-кунах умри çула пÿлсе,
Хĕсĕрлесе хыпса çăтса ярасшăн.

Çухатнă канăçне тăшманăмсем,
Шыраççĕ ман кĕлеткене вĕсем,
Эй, Çÿлти Турă, Эс çакна пĕлсемччĕ:
Нумайăн-çке усал сунакансем халь.

Йĕри-тавра хăрушлăх каплансан,
Чун-чĕреме вăл питĕ хăратсан,
Пер Эсĕ пулăшассине шанатăп,
Сан хăватна çеç ĕненсе пурнатăп.

Эп Аслă Турă пулăшнипеле
Мухтатăп Унăн сăмахнех куллен.
Ăна сума çăватăп, шикленместĕп:
Этем мана хур тăваймасть-ха, тетĕп.

Эп мĕн каланине тăшманăмсем
Йăлтах улăштарма, пăсма хăяççĕ.
Мана усал сунаççĕ çав вĕсем,
Ура хурас пирки çеç шухăшлаççĕ.

Часрах, часрах чуна илес тесе,
Пуçтарăнаççĕ, пытанса лараççĕ.
Сăнаççĕ: еплерех ун çулĕсем,
Вара кавар тăвас пирки шутлаççĕ.

Усаллăхшăн хаяр тавăруран
Вĕсем хăтăлаяç-шим пурнăçра?
Эй, Турăçăм, Эс çиллÿне çитĕрччĕ,
Çав çынсене çут тĕнчере пĕтерччĕ.

Тăшмансенчен тарса çÿренине,
Сăлтавсăрах эп асапланнине,
Пурне те Эс шута илсе тăратăн,
Куççулĕме Хăв савăтна пухатăн.

Эй, Турăçăм, хăятăп-ха ыйтмашкăн:
Пурнас кунçулăм Кĕнекÿ çинче
Пуçлансанах, йăлтах вĕçлениччен
Нимскер юлмасăр тĕплĕн çырăнман-ши?

Мĕн-ма тесессĕн, пит тархасласан,
Тăшманăмсем, ав, каялла чакаççĕ.
Шăп çавăнпа сăлтавăм пур хальхаççăн
Пĕр Вăл хута кĕрет темешкĕн ман.

Эп Турă пулăшнипеле кăна
Ун сăмахнех мухтатăп яланах.
Ăна сума саватăп, шикленместĕп:
Этем мана хур тăваймасть-ха, тетĕп.

Кайсан та вилĕм тăракан варпа,
Усал-тĕселсенчен пач хăрамастăп.
Мĕн-ма тесессĕн, Эсĕ туюпа,
Патаккупа та пурнăçа сыхлатăн.

Эй, Турăçăм, Сана парас парне
Чун-чĕрере упранă кулленех.
Хăвна кăна эп тав туса шав мухтăп,
Ятна хисеплесе çĕн юрă юрлăп.

Ман чунăма Эс вилĕмрен хăтартăн,
(Вĕри куççуль юхассинчен сыхларăн).
Ан такăн, терĕн, патăн та вăй-хал,
Çавна пула тăн-тăн утатăп халь.

Çавна пула сыв çынсемпе пĕрле
Çут тĕнчере хăюллăн кĕрешетĕп.
Мала кайма илĕртнĕрен тивлет,
Пĕртен-Пĕр Турă умĕнче çÿретĕп.

56-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Ан пĕтерсем. Давид Саулран ту çумĕнчи шăтăка тарса пытаннă чух çырса хăварни.

Эй, Турăçăм, хĕрхен мана, хĕрхенччĕр
Сана çеç чунăм шанчĕ те ĕненчĕ,
Инкек-синкек иртсе кайичченех
Пулам çунаттусен хÿттийĕнчех.

Таса кăмăлăмпа Çÿлти Турра
Тархаслама манмастăп пурнăçра.
Вăл ырăлăх куллен-кун кăтартать-çке,
Хăй хăватне ярса мана çăлать-çке.

Пĕлетĕп эп: Вăл чăнлăхне антарĕ,
Тăшмансене намăса çеç хăварĕ.
Мана хыпса çăтса ярас тесен,
Путланĕ сăхă ĕмĕчĕ вĕсен.

Чун-чĕм ĕм арăслансен хушшинче,
Кашнийĕн вĕчĕ çеç ăшĕсенче.
Этем ывăлĕсем хаяр сунаççĕ,
Чăн килĕшÿ тупма май çук хальхаççăн.

Хитре сăмахĕсем çу пек çемçе,
Анчах та шăлĕсем — сăнăпа ухă.
Чĕлхисене пăхсан, туятăп туххăм:
Хĕç евĕр хăратаççĕ шав вĕсем.

Эй, Турă, пĕлĕтсем çине çĕклен,
Сана Эс тимлĕн ĕç-хĕле куллен.
Тулса пыринччĕ пирĕн ырă ĕмĕт:
Сан мухтаву çуталтăр ĕмĕр-ĕмĕр!

Ман чунăм кулянать, тăшманăмсем
Ал-урана серепере тытасшăн.
Анчах та шăтăк алтсанах, васкавлăн
Ун тĕпнелле вирхĕнчĕç-çке хăйсем.

Эй, Турăçăм, Сана ман чун ĕненчĕ,
Çавна пула чĕрем тĕреклĕленчĕ.
Эс юнашар тăран, хăпартланса
Мухтатăп та юрлатăп савăнса.

Калатăп чунăма: вăран, çĕклен,
Сас парăр, теп, псалтирьпеле кĕслем!
Ирех тăратăп, урама тухатăп,
Çынсем патне хавхаланса утатăп.

Эй, Турă, ют ăрусем хушшинче
Ятна-сумна куллен аслăлататăп.
Ĕç-хĕлÿпе пĕрмай мухтанăçем,
Хăпартланса Пĕр Сан çинчен юрлатăп.

Эй, Турă, çутă чăнлăхун саккунĕ
Ырăлăху та пĕлĕт таранах.
Хăвна саван тÿр кăмăллă çынна
Лайăххине кăна куллен ыр сунан.

Эй, Турă, пĕлĕтсем çине çĕклен,
Сăна кашнийĕн ĕç-хĕлне куллен.
Тулса пыринччĕ пирĕн ырă ĕмет:
Сан мухтаву çуталтăр ĕмĕр-ĕмĕр!

57-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Ан пĕтерсем. Давид çырса хăварни.

Эй, тÿресем, эсир улталамасăр,
Суймасăрах пуплетĕр-и пĕрмай?
Этем ывăлĕсем, сиртен ыйтасшăн:
Пĕлетĕр-и-ха тĕрĕс суд тума?

Пит шел, эсир усал ĕçе сиссен,
Каварçăсен енне тÿрех куçатăр.
Йĕркесĕрлĕхе çеç хÿтĕлесе,
Таса çын ĕмĕтне путлантаратăр.

Суялăха, ырăлăха тĕпчетĕр,
Пĕр тараса çине хурса виçетĕр.
Чухлатпăр лайăх: кам укçа сĕнет,
Тÿре çавна çеç хăвăрт ĕненет.

Усал çынсем çуралсанах, тÿрех
Мала хурасшăн мар çав чăнлăха та.
Мĕн-ма тесен, амăшсен варĕнчех
Вĕсем тасалăхне йăлтах çухатнă.

Хаяр çилли, çĕлен сĕлеки пек,
Чĕлхисен вĕçĕнче палăратех.
Е, аспид евĕр, илтмĕше переççĕ,
Айăпсăр этеме сăхма пĕлеççĕ.

Вĕрÿçĕн чĕлхине пĕлекенсем те
Тăна кĕртеес çук çав çынсене.
Кашнийĕшне сĕнсессĕн эсĕр тем те,
Вĕсем пурнăçлаççех хура ĕçне.

Эй, Турăçăм, ĕретсĕр этемсен
Çăварĕнчи шăлĕсене йăлт ват Эс.
Арăслан евĕр янаххисенчен
Çапсан, йăлт пĕттĕрччĕ вĕсен хăвачĕ.

Суя мухтавĕ, чапĕ тĕнчерен,
Юхса каякан шыв пекех, çухалччăр.
Уххисене карăнтарсан, тÿрех
Çĕмренĕсем сасартăк хуçăлайччăр.

Е ачана пит вăрттăн çуратсассăн,
Ăна кун çутине ним кăтартмасăр,
Пытарнă евĕр, çав усал çынсен
Пăчланччăр шав хура ĕмĕчĕсем.

Эппин, хуранăрсем йăлт хĕриччен,
Вĕсен айне вут-шанкă хуриччен,
Таса мар этемсен кăвайт-пушарĕ
Ан кÿтĕрччĕ сире куллен типшар çеç.

Йĕплĕ хулли: çунни те çунманни,
Типпи, чĕрри е кăмрăкланманни
Ан тĕлкĕштĕр кĕç-вĕç хыпса илес пек,
Вăл вĕçтĕр, пăхăнтăр çавраçиле çеç.

Вара, усал çынна хыт тавăрсассăн,
Тÿр кăмăлли чунтан савăнатех.
Çапла хĕвел те хĕрелсе вăтаннăн
Анса ларать, мехелĕ çитсенех.

Ун чух таса этем калать: сăваплăх
Çут тĕнчерен тарман. Пурнать. Пĕтмен.
Пурне те Турă Хăй курать иккен,
Ун ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех мухтавлă.

58-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Ан пĕтерсем. Давид çырса хăварни.
Саул ăна вĕлерес тесе, унăн çуртне сыхлаттарнă чухнехи.

Эй, Турăçăм, умри тăшмансенчен
Хăтар мана, тархасласа ыйтатăп.
Пĕр хам çине тăрăннине туятăп,
Хÿтĕлесемччĕ Эсĕ вĕсенчен.

Йĕркесĕр ĕç тăвакансем пĕлеççĕ
Чун тасине, айăпăм çуккине.
Çапах та эпĕ тон тăкассине
Е хăйсене пуç çапăçса кĕтеççĕ.

Вăйлăскерсем, мана сыхланăçем,
Пуçтарăнаççĕ, пытанса лараççĕ.
Эй, Турăçăм, ман çук-çке айăпсем,
Çавах вĕсем кÿрентерме пăхаççĕ.

Эй, Турăçăм, тăрсам, ма çывăран?
Ыйтатăп эпĕ: Эс часрах вăран.
Синкерлĕ вăхăтра Хăвах, тархасшăн,
Васкаччĕ çирĕп аллуна памашкăн.

Эй, Турăçăм, çÿлти çарсен Турри,
Израильшĕн аван-çке Эс пурри,
Халăхсене пурне те сăнасамччĕ,
Йĕркесĕр çынсене хыт тавăрсамччĕ.

Вĕсем каçпа, ĕçрен таврăнсанах,
Хула урамĕнче утса çÿреççĕ.
Кашнийĕ йытă пек сĕнкĕлтетеççĕ,
Тĕллевсĕр пурăнаççĕ яланах.

Пакăлтатас тесен — кашни маттур,
Час çилленсе кайма та пултараççĕ.
Таса çынсем тÿссессĕн шав хĕн-хур,
Мĕнех, тертленччĕр, теççĕ, вăтанмаççĕ.

Айванскерсем, пĕлмеççĕ ĕнтĕ лайăх,
Эс, Турă, вĕсенчен, кашнийĕнчен,
Пит уççăн куласса, мехел çитсен.
Çав халăхсен пулмасть вара малашлăх.

Вĕсем: пит вăйлă-ха, анчах Эсех
Мана пур асапран тÿрех хăтартăн.
Чуна хур тăвас çуккине сиссе,
Пĕр Сан патна кăна эп туртăнатăп.

Пĕлетĕп лайăх: Вăл хĕрхеннĕрен
Умра çул кăтартса тăрать куллен.
Тăшманăмсем çине те ним пулман пек,
Куçран пăхтаратех кирек хăçан та.

Пире пулăшакан мăнаçлă Турă,
Эс çавсене ан вĕлерсемччĕ урăх,
Мĕн-ма тесен, тÿрех выртса вилсен,
Пулмасть Хăвна пĕрмай асилекен.

Ман халăхăм Сана нихçан ан мантăр,
Ятна-сумна чун-чĕринче упратăр.
Кам айăплă, суйла та хăватне,
Чăл-пар салат çиллессĕн кашнине.

Вĕсен çăварĕнчен тухан сăмах
Чĕлхийĕсен чăн çылăхĕ анчах.
Суйса, улталаса тупа тунишĕн,
Кунçулĕ те пулинччĕ, тетĕп, нишлĕ.

Хăрат та салатса яр вĕсене,
Иакова, ун Аслă Туррине,
Вĕçĕ-хĕррисĕр çĕр çинче те Ху çеç,
Хуçа Эс иккенне курайччăр уççăн.

Вĕсем каçпа ĕçрен таврăнсанах
Хула урамĕнче утса çÿреччĕр.
Кашнийĕ, йытă евĕр, яланах
Улаччăр та тарăхнипе тертленччĕр.

Сĕнкĕлтетсе çÿреччĕр те çапла,
Ыйткалакан пек пурăнччăр ялан.
Выçăхнипе халтан кайса аптраччăр,
Çурт çумĕнче çимесĕрех çĕр каçчăр.

Эп Санăн хăватна куллен-кун мухтăп,
Ырăлăху пирки калаçăп, юрлăп.
Куляннă чух Эс хÿтĕлерĕн те,
Çавна пула курмарăм хурлăх тек.

Эй, Аслă Турă, Эсĕ ман Хăватăм,
Сана кăна халь мухтаса юрлатăп.
Хута кĕретĕн, Хăв çеç ал паран,
Кирек хăçан та Хăв çеç пулăшăн!

59-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне Шушан—Эдуф теекен кĕвĕ каламаллипе.
Давид çырса хăварни. Вĕренмелли.
Вăл Месопотамири Сирипе, Цованри Сирипе вăрçнă чухнехи: Иоав, таврăннă чух Тăварлă теекен айлăмра Идумея çыннисене вуникĕ пин пĕтернĕ чухнехи.

Эй, Турă, Эсĕ халь пире пăрахрăн,
Тархасласа чĕнсен те ал памарăн.
Çиленнĕрен тухмастăн пулăшма,
Çавна пула тивет нуша курма.

Курайманран çĕре чĕтрентеретĕн,
Сирпĕнтерсе пекех çиллентеретĕн.
Вăл сиенленнĕ ĕнтĕ:, тÿрлетсем,
Хăвах куран: тăрать, ав, кисренсе.

Суйланă халăху чăтать инкек,
Ăна Эс хурлăх ытамне тĕртетĕн.
Ĕçтернĕçем куллен-кунах эрех,
Ăнтан ярса çыннусене минретрĕн.

Эппин, Хăвăнтан хăракансене
Ялав парсам. Ăна çÿле çĕклеччĕр.
Кĕрсе кайсассăн та вут-хĕм айне,
Вĕсем хăюллăн чăнлăхшăн кĕрешчĕр.

Ху савнă çыннусем инкек ан курччăр,
Тăшманусем çеç кашниех тĕп пулччăр.
Пит йăлăнатăп-çке, Эс тăнласа,
Сылтăм аллупала мана çăлсам.

Хăй Турă Çуртĕнче çапла каларĕ:
Хавасланса Сихеме тăрăхне,
Хăпартланса Сокхофăн улăхне
Сире виçсе те уйăрса кĕç парăп.

Галаад — Манăн, Манассия —Манăн,
Ефремăм пуç тĕрекĕ тĕнчере.
Иуда пиркиех сăмах тухсассăн,
Патшалăхăн туйи, теп, вăл—хитре,

Моавăм — Эпĕ çăвăнакан савăт,
Едом енне Хам аттăма тăсатăп.
Эй, Филистимăн çĕрĕ, эс часах
Мана кĕтсе илетĕн кăшкăрса.

Едомăн çĕрĕ тулăх, пит пуян,
Хăй патнелле, вăл илĕртет ялан.
Тĕреклĕ, чаплă хулине кĕмешкĕн
Май пулĕ-ши? Çакна эп халь пĕлесшĕн-

Эй, Аслă Турă Эс пире пăрахнă,
Çара пулăшасси пирки йăлт маннă.
Çапах та ирĕк пар çапла ыйтма:
Тен, хатĕр халăхна халь ал пама?

Синкерлĕ вăхăтра хута кĕрсемччĕ,
Чăнах та, самани ытла начар,
Ахаль çын пулăшни вăл ним те мар,
Эс хÿтĕлессине кĕтсе илесчĕ.

Юнашарах пулсассăн Пĕр Санпа
Тăшман çарне хăюллăн аркататпăр.
Хавхаланса тăрса хăватупа,
Тем тĕрлĕ чăрмава сирсе яратпăр.

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

60-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Хĕлĕх хурса каламаллипе.
Давид псаломĕ.

Эй, Турăçăм, ман чăнлăха пĕлсемччĕ,
Чĕрем йăлăннине аван тăнла.
Чĕлхе-çăвар хальччен суеçтерменччĕ,
Эппин, çак кĕллĕме Эс хапăлла.

Тĕнче хĕрринче пĕр-пĕччен тăрса,
Куляннипе Сана эп тархаслатăп:
Умра мăнаçлă, çÿллĕ ту куратăп
Ун тăррине мана улăхтарсам.

Эс манăн хÿтĕ вырăн, тăшманран
Сана пула тармашкăн пултаратăп.
Ун çиллинчен кирек ăçта çăлан,
Хăв çеç тĕрек парса пĕрмай сыхлатăн.

Эппин, хăналанса çапла ыйтам:
Пит лăпкăн, ĕмĕр-ĕмĕр Çуртунта
Пач шикленмесĕр эпĕ пурăнам-и,
Çунаттусен хÿттийĕнче тăрам-и?

Эй, Турăçăм, эп мĕн сĕнессине,
Парне пĕлтерĕшне аван чухлатăн.
Вара мана хăракансем пайне,
Еткерлĕхне кăмăлласа паратăн.

Патшан ыр кунĕсем, эппин, йышланччăр,
Çак çыхăну куçса ламран лама
Çут тĕнчере ан татăлтăр нихçан та,
Ачисене вăй Патăр пурăнма.

Çак çыхăну вăй илтĕр тĕнчере,
Сан умăнта вăл тăтăр ĕмĕрех.
– Эс, Турă, чăнлăхпа, ырлăхупа та.
Ăна хуш сых тăма. Пул ырă ятлă.

Вара чапна-сумна мала хурса,
Ăш кăмăлна хисеплесе эп мухтăп.
Хам мĕн шутланине пурнăçласа,
Хавхаланса илемлĕ юрă юрлăп.

61-мĕш псалом

Идифумăн юрлакан ушкăн пуçлăхне. Давид псаломĕ.

Ман чунăм Турăпа çеç лăпланать,
Ăна пăхăннăçем ÿсет хăват.
Инкек-синкек умри çула пÿлсессĕн,
Тăратăп эп çăлăнăçа кĕтсе çеç.

Ту евĕр пит мăнаçлă Аслă Турă
Чее тăшман тапăнасран сыхлать.
Ун хÿттинче тĕрекленсе вăй тупрăм,
Ăна çеç сисĕмлĕ чĕре шанать.

Çынна пусмăрлакансенчен ыйтасшăн:
Эсир çапла хăш тапхăрччен пурнасшăн?
Урăрсенчен ÿкереççех сире,
Хăвăрăнах пулма тивет хĕнре.

Эсир хÿме пек çĕрĕшсе ларатăр,
Кĕç-вĕç тÿнсе каяс пек курăнатăр.
Е карта евĕр йăлт кивелнĕ те,
Çирĕплĕхĕ шанма май çук-çке тек…

Вĕсем пĕрмай чееленсе, ăна
Пит çÿллĕ вырăнта ларакана
Çĕре ÿкерессишĕн тапаçланчĕç,
Темтепĕр калаçма, суйма тапратрĕç.

Сăмахĕсем, чăнах, пыл евĕр ырă,
Анчах та ĕмĕчĕ сиенлĕ, урăх.
Час-час улăштараççĕ шухăшне,
Мала хураççĕ шав усаллăхне.

Эй, чунăм, Турăпа пĕрле лăплан,
Ăна çеç кăмăлла кирек хăçан.
Малашлăху та, ырă шанчăку та
Унпа пулсассăнах, хăюллăн утăн.

Ту евĕр, пит мăнаçлă, Аслă Турă
Чее тăшман тапăнасран сыхлать.
Ун хÿттинче çирĕпленсе вăй тупрăм,
Ăна çеç сисĕмлĕ чĕре савать.

Çăлăнасси те, ман мухтавăм, чапăм,
Таçта кайсан та упранать Унра.
Çут ĕмĕтĕм, тĕрекĕм е хăватăм
Тĕнчемĕрти чи Аслă Турăра.

Эй, халăхăм, Ăна пур вăхăтра та
Шанса та ĕненсе çеç пурăнар.
Чĕресене мĕскер хумхантарать шав,
Çавна Турра каласа кăтартар.

Тÿрĕлĕх парнине Хăйне парар,
Чун-чĕмсемпе çирĕпленсе пурнар.
Турра савсан, Ун хÿттинче пулатпăр,
Вăл пулăшсан, кашнийĕ хăтăлатпăр.

Этем ывăлĕсен кунçул кĕске çав,
Виçе çине хурсан, шит тăршшĕ çеç, ав.
Çут тĕнчере çын пурăнсан паян,
Мĕлкин палли те ун юлмасть ыран.

Е вăл, вĕрсе кăларнă сывлăш евĕр,
Çапах хăй ÿстересшĕн мул-сумне,
Пуянлăхĕ кама юлассине
Сисмест те пурăнать нимскер пĕлмесĕр.

Эппин, сире калатăп эп çапла,
Кашнин сăмахăма тăнламалла:
Пусмăрласа илни çине ан шанăр.
Вăрланă пурлăхпа та ан мухтанăр.

Пуянлăхăр çуллен ÿссе пырсан,
Кăмăлăра пĕр ун çине ярсан,
Сăхланнăшăн танатаран тухаймăр,
Вара Ун Çуртĕнче нихçан пулаймăр.

Пĕррехинче манпа Вăл сăмахларĕ,
Ăна чунтан тăнларăм та ăнлантăм:
Çут тĕнчери мĕнпур хăват Унра,
Тем тĕрлĕ ырăлăх та Турăрах.

Вăя этеме Хăй пĕлнĕ пек хаклать:
Ĕç-хĕлĕ питĕ сумлă-и, начар-и,
Чĕрре кĕрес йăла Ун çук ниммаршăн,
Пурне те лайăххăн курса тăрать.

62-мĕш псалом

Давид псаломĕ.
Иудея пушхирĕнче çÿренĕ чухнехи.

Эй, Турăçăм, ирех Сана шыратăп,
Чĕрем çуннипеле пăшăрханатăп.
Çÿренĕ майăн шывсăр пушхирте,
Туятăп: йывăр пĕвĕме, ÿте.

Ман чунăмăм хитре картишÿнте
Хăть пĕр хутчен пулса курасчĕ, тет,
Хăватлă, чĕрĕ Турăшăн ир-каçăн
Çапла вăл тĕмсĕлсе пурнать хальхаççăн,

Хама пилленĕ пурнăç тăршшĕнче
Ыйтасшăн-ха Унран пĕр çакна çеç:
Куллен-кунах Чиркĕвĕнте пуласчĕ,
Ĕлĕкхилле аслăлăхна курасчĕ.

Хĕрхенĕвÿ пачах та чакмасассăн,
Сан Çуртунта чылай ман пурăнасчĕ.
Хăпартланса кайса илемÿпе,
Çунса тăрасчĕ ыр тивлетÿпе.

Ырăлăхна нихçан нимпе виçеймĕн,
Вăл пурнăçран та маларах тăрать.
Ăна укçа парсассăн та илеймĕн,
Шăп çавăнпа чĕлхем Сана мухтать.

Шăп çавăнпа Сана çут тĕнчере
Куллен-кун ырлама кăна хăятăп.
Çынсем Ятна асăнсанах, тÿрех
Алла çÿле çĕклетĕп, савăнатăп.

Канма выртсан, çемçе тÿшек çинче
Сана аса илетĕп эп кĕçех.
Пит тутлă, çуллă апат çинĕ евĕр,
Чун тăранать, хама туятăп евĕк.

Вара чĕлхе-çăварăм, çутăлсан,
Тÿрĕлĕхÿ çинчен кăна калаçĕ,
Е мухтаву пирки хавхаланса,
Хăпартланса сăмахлĕ ирĕн-каçăн.

Çунаттусен тÿлеклĕ хÿттинче
Чуна сыхлаччĕ Эс тăшмансенчен.
Тăнăçлăхпа лексессĕнех лăпланăп,
Тăрăшнине кура тин тупăп канăç.

Чун-чĕмĕн Сан патна туртăннăран,
Çывăхăнта пулас килет ялан.
Сылтăм аллу мана тытса тăрать те,
Çавна пула пĕрмай ÿсет хăватăм.

Вара усал чĕреллĕ тăшмансем
Ман чунăма тĕп тăвасах тесен,
Хăйсем çĕр тĕпнелле анса çухалĕç,
Чĕр тамăка лексен, унтан тухаймĕç.

Е вĕсене хĕçпе ним шеллемесĕр
Касса та тураса йăлт пĕтерсессĕн,
Кайран вара кашнийĕн сив ÿтне
Параççĕ пĕтĕмпех тилĕсене.

Ун чух суйса калаçакан этемĕн
Чĕлхи-çăварĕ хупланса ларать.
Патша та Турăшăн пит хĕпĕртет те
Ăна вăл ытларах савма пуçлать.

Хăйне те асăнса пурăнакан,
Тупа туса куллен-кун пурнакан
Ĕç-хĕлĕпе хисеплĕ, чыслă пулĕ.
Çак çыннăн та шав ăнса пырĕ çулĕ.

63-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Давид псаломĕ.

Эй, Турăçăм, кĕлтунă вăхăтра
Ăш кăмăлпа ман сассăма илтсемччĕ.
Чуна хăтар хăрушă тăшманран,
Ăна Хăв хÿттÿне тÿрех илсемччĕ.

Чее çынсен усал шухăшĕнчен,
Вĕсем куллен-кунах пăлханнинчен,
Сиен кăтартасран та сыхласамччĕ,
Чăнлăхупа ÿт-пĕвĕме хупласчĕ.

Тăшманăмсем хаяр чĕлхисене
Хĕç евĕр питĕ хăвăрт çивĕчлетрĕç.
Çынна хурлантаракан сăмахне —
Хăйсен Çĕмĕренне те хатĕрлерĕç.

Çак хĕçпăшалсемпе тÿрех вĕсем
Пĕр айăпсăр çынсем çине переççĕ.
Тăмаççĕ шикленсе те чĕтресе,
Çапăçăва кĕрес пек сĕкĕнеççе.

Усал шухăшне улăштарнăран
Танатине караççĕ, канашлаççĕ,
Мăнкăмăллăн пĕрмай йăпăлтатаççĕ:
«Ĕçĕмĕре пăлт чухламасть тăшман;

Таса мар çул çине тăнăскерсем
Çын ăшĕнчи чи вăрттăн ĕмĕте те,
Вăл юлташне калас сăмахсене те
Пурнаççĕ именмесĕр тĕпчесе.

Айванскерсем çакна шута илмен:
Пурне те Турă Хăй йăлт асăрхать-çке,
Уххисемпе Вăл çаксене персен,
Кашнийĕшĕ тăрса юлаççĕ халсăр.

Çапла вара усал чĕлхишĕнех
Пĕтме тÿр килĕ ĕнтĕ хăйсенех.
Пĕлĕшĕсем те вĕсене кĕç манăç,
Тус тенĕ çыннисем те час пăрахĕç.

Çынсем çут чăнлăхăн судне курсассăн:
Ку Турă ĕçĕ пулчĕ-ха тесе,
Çакна Хăй тунине хисеплесе,
Ыр сăмахне йĕри-тавра шав сарĕç.

Таса чĕреллисем, чăнах та, хатĕр
Чи Аслă Туррăмăршăн савăнма.
Тÿр чунлисем те Уншăн ĕмĕр хапăл,
Пĕлеççĕ Вăл пурришĕн мухтанма.

64-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Давидăн юрламалли псаломĕ.

Эй, Турăçăм, Эс тивĕç мухтава,
Ырланине те йышăнсам Хăвах.
Ху мĕн асăннине Сана параççĕ,
Çие парнене илмешкĕн тархаслаççĕ.

Çынсем кĕлтунине пĕрмай илтетĕн,
Çут тĕнчере Сана çеç ĕненетпĕр.
Сион патне нумай этем утать,
Унта Хăвна кашнийĕ пуççапать.

Хăш чух йĕркесĕр ĕçĕмсем çула
Кĕтмен çĕртен йăлтах пÿлсе лартсассăн,
Çылăхсене куратăн та ялан,
Вара айăпĕнчен Ху тасататăн.

Этем телейлĕ-çке, енчен те
Эсĕ Ăна Пĕр Хăв çеç суйласа илсессĕн,
Вăл Сан çывăхăнта пĕрмай пулсан
Картишÿнте куллен-кун пурăнсан.

Эпир те халĕ чаплă Çуртунти —
Илемлĕ те Таса Чиркĕвÿнти
Ырлăхупа çуллен-çул тăранатпăр,
Унта Сана кашнийĕ пуççапатпăр.

Эй, чăнлăхшăн куллен Тăрăшакан,
Суд тунă чух хăрушă пулакан.
Эй, Çăлаканăмăр! Пире илтсемччĕ,
Каланă сăмаха шута илсемччĕ.

Куç виçейми пит анлă çĕр çинче,
Хумсем чуптаракан ткнĕссенче
Çынна Эс ырă шанчăкпа паратăн,
Тем тĕрлĕ çĕн ĕçе Хăв пурнăçлатăп.

Мăнаçлă тăвусем лараççĕ çирĕп.
Кашнийĕн пилĕкне Эс каçăн-ирĕн
уçсем асăрхаман вăй-хăватпа
Çыхса лартăн. Кам тупăшĕ Санпа?

Хăш чух тинĕсÿсем пит кĕрлесессĕн,
Хăналанса хумсем мала чупсан,
Е халăхсем çиллессĕн пăлхансан,
Пурне те самантрах чаратăн Эсĕ.

Çыранăн хĕрринче Пурнакансем
Вăй-хăватна туйсассăнах хăраççĕ.
Хĕвел тухсан е каç пулсан вĕсем
Сана çине тăрсах пĕрмай мухтаççĕ.

Çĕре килсе пăхатăн та, Хăвах
Ăна шыв ĕçтеретĕн васкасах.
Калатăн: мĕн кĕтетĕн — çавă пултăр,
Çынсемшĕн çитсе тăтăр Манăн пурлăх.
Чи Аслă Турă çырминчен çапла
Шăнкăртатса сив шыв юхать ялан.
Уй-хирсенче тырпул çитĕнтерме те,
Ăна пухма та вăхăтне сĕнет Вăл.

Суха кассисене пăхса тăрать те,
Муклашкасем пулсан, тÿрех ватать.
Çÿл тÿперен лĕп çумăр çутарать,
Мĕскер ÿсет, çавна шав пулăшать Хăй.

Çу кунĕсем çитсен ырлăху па
Мĕнпур тавралăха илемлететĕн.
Хăв пулнă вырăнта çĕн пурлăхпа,
Мĕн кирлине çынна тивĕçтеретĕн.

Хăв пулнă вырăнта сăртсем, тусем,
Вĕсен çывăхĕнчи çеçен хирсем.
Савăннипе васкавлăн тумлатаççĕ,
Çак тулăх пурнăçшăн Сана мухтаççĕ.

Улăхĕсем кĕтÿсемпе тулаççĕ,
Çĕн тырă çитĕнет айлăмсенче.
Эс панă тивлетне киленнĕçем,
Çынсем хаваслăн юрăсем юрлаççĕ.

65-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Юрă.

Мĕнпурĕ: çĕрĕ, тăвĕ, тинĕссем; те,
Ун пилĕпе пурăнакан çынсем те,
Кăшкăрăр кашниех мăнаçланса,
Чи Аслă Туррăмăра мухтаса.

Таса ятне аслăласа çеç пурнăр,
Пĕр Уншăн тăрантăмăр кулленех,
Çÿле çĕкленĕçем чапне-сумне,
Ăна хисеплесе хаваслăн утăр.
Турра пĕлтерĕр: Санăн ĕçÿсем
Çут тĕнчере хăш чух епле хăрушă.
Вăй-хăвату куллен-кун ÿснĕçем,
Ыр кун пулмасть тем тĕрлĕ тăшманушăн.

Эй, Çÿлти Турă, çĕр Сана пуççаптăр,
Мĕнпур тавралăх пăхăнтăр Хăвнах.
Çынсем çÿле çĕклеччĕр сумлăхна,
Кашнийĕ юрласа ятна мухтатăр.

Килсемĕр, Турă хăватне йăлт курăр:
Мĕн чухлĕ çĕмĕрчĕ Вăл çĕр çинче.
Этем ывăлĕсен хушшийĕнче
Хальччен пулман хăруш ĕçе Хăй турĕ.

Вăл пирĕн çул çинчи пĕр тинĕсе
Йăлт типĕтсессĕн, хумсене хÿтернĕ.
Вара ун урлă каçакан çынсем
Час çăлăннишĕн, питĕ хĕпĕртерĕç.

Пĕртен-Пĕр Турă çеç хăвачĕпе
Ĕмĕртенпех патша пулса тăрать Хăй.
Хам мĕн асăннине Хăвнах паратăп,
Çавна чарать Вăл куçĕн вăйĕпе.

Эй, халăхсем! Эсир Туррăмăра
Аслăлăр сăвăра та юрăра.
Ăна кăшкăрашса хаваслăн мухтăр,
Сума суса Унпа çеç ĕмĕр пулăр!

Вăл пирĕн пурнăçăмăра сыхларĕ,
Чунсем валли пит кирлĕ-ха тесе.
Пурне те вăйĕпе тĕреклетсе
Урасене тайкаланма памарĕ.

Эй, Турăçăм, пурсăмăра çĕрле те
Çут кĕмĕле шăратнă пек тĕпчетĕн.
Шухăшăмăр пачах улшăнман чух,
Халь пирĕнте Эс кăлтăк тупас çук.

Танатана тĕртсе кÿртсен сасартăк,
Кашни валли тиерĕн йывăр лав.
Ăна туртса пыма, чăнах, асаплă,
Мĕн-ма тесессĕн — çулĕ тăвалла.

Усал, тÿрккес этем пăхăнтарсассан,
Вăл пирĕн пуçăмăр çине ларсассăн,
Вута та кĕтĕмĕр часах эпир,
Шывра та тапаçлантăмăр пит ир.

Тавах Сана, Эс читлĕхрен хăтартăн,
Васкавлăн, ăшшăн ирĕке кăлартăн.
Тинех, ак, ырăлăхна çеç курса,
Çут тĕнчере пурнатпăр савăнса.

Пĕтĕмĕшпе çунтармалли парне
Илсе эп кĕрĕп Çурт-йĕрне тинех.
Хам мĕн асăннине Хăвнах паратăп,
Ятна-сумна пур кăмăлтан чыслатăп.

Куляннă чух чĕлхе-çăварăмпах
Тахçан сăмахласаччĕ-ха хамах.
Эппин, çавна халь асăмран ямастăп,
Каланине хаваслăн пурнăçлатăп.

Кĕтĕвĕмри чи самăр такана
Пусатăп та Сана парне кÿретĕп.
Вăкăрсене те е качакана,
Çунтарнă май, Хăвна кăна сĕнетĕп.

Эй, Турăран хăракансем, чĕнеп:
Çывăхарах килсемĕр, лăпкăн тăрăр.
Вăл манăн чунăмшăн мĕн тунине
Йăлт каласа паратăп, лайăх тăнлăр.
Чĕлхе-çăварăмпа эп тархасларăм,
Ăна Хăйне кăна куллен пуççапрăм..
Шав аслăларăм Унăн ыр ятне,
Çÿле çĕклерĕм чаплă ĕç-хĕлне.

Енчен те манăн чĕремре ялан
Йĕркесĕр шухăшсем кăна пулсан,
Сăмахăма Хăй Турă итлеместчĕ,
Каланине ним чухлĕ ĕненместчĕ.

Анчах та Вăл пупленине час илтрĕ,
Йăлăннă сассăм Ун патне ак çитрĕ,
Шăп çавăнпа та савăнăп чунтан,
Ĕмĕтленни тÿрех йăлт тулнăран.

Пĕртен-Пĕр Туррăмăр ялан мухтавлă,
Пач йĕрĕнмерĕ манăн кĕлĕрен.
Ырăлăхне туртса Вăл илменрен,
Ăна саватăп пĕтĕм кăмăлтан эп.

Advertisements

Чун кĕнеки 1: Псалтирь (1-65)” çине пĕр шухăш

  1. […] 1-65 | 66 | 67 | 68 | 69 | 70 | 71 | 72 | 73 | 74 | 75 | 76 | 77 | 78 | 79 | 80 | 81 | 83 | 84 | 85 | 86 | 87 | 88 | 89 | 90 | 91 | 92 | 93 | 94 | 95 | 96 | 97 | 98 | 99 | 100 | 101 | 102 | 103 | 104 | 105 | 106 | 107 | 108 | 109 | 110 | 111 | 112 | 113 | 114 | 115 | 116 | 117 | 118 | 119 | 120 | 121 | 122 | 123 | 124 | 125 | 126 | 127 | 128 | 129 | 130 | 131 | 132 | 133 | 134 | 135 | 136 | 137 | 138 | 139 | 140 | 141 | 142 | 143 | 144 | 145 | 146 | 147 | 148 | 149 | 150 | 151 […]

    Like

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s