Хапха


Чуна пырса тивекен ытарлăх, сăнарлăх çак калава питĕ пуян сĕм кĕртет. Автор кичем ял пурнăçĕнчен, тĕлĕнмелле витерекен хайлав, пĕртте кичем мар хайлав çырать. Полианна йышши пропаганда материалĕ те мар ку – вăрçа, вилĕме, чухăнлăха, ăнăçăва, ĕмĕтсем путланнине курнă çыннăн пушă ăшчикне асăрхануллăн тĕпчени. Социализм арканассине сисни те пур кунта, коммунистсен тĕрĕсмарлăхĕ те – иккĕленмелĕх сăнланса юлнă. Пракки колхоза кĕнишĕн савăнса юлĕ-ха, анчах колхоз арканса тăван çĕре унчченхинчен те хăрушă чухăнлăхпа асап илсе килесси пуçĕ вĕçĕнче пусарăннă шухăш пек тăрса юлĕ.

Коммунистсен пропаганди темешкĕн ку хайлавра яр уçă агитаци çук. Чăн сăнарсем сыхланса юлнă: чиркÿ çыннисем тĕрĕс ÿкĕтленисем пур, кулаксене пĕр енлĕн кăтартман, тĕп персонажăн кăмăлĕ ансатлантарман. Тимлĕ вулакансем хапха аллегорийĕ енчен кăна идеологин витĕмлĕ пăшăлтатăвне асăрхĕç.


Шуйхатакан сăнсем

Кĕске Содержани

Ефрем Еллиев


Хапха

Sijen1• Шуйхатакан căнсем

Пуçтарать уй хапхи юплĕ-юхлĕ çулсен юхăмне, тăвăнтарать, пĕрлештерет вĕсене вăл хăйĕн умĕнче; унтан ирĕке кăларса пĕрхĕнтерет ÿрамсене, тăкăрлăксене, хапха умĕсене.
Мухтаннă пек хăй вăйĕпе, палăртман савăнăçпа куçлать уй хапхи çулсен юхăмне: чăмăртать, пăвать, унтан каллех сарать юхăм, юхăм…

Çĕнĕ-ха вăл юман юпасем… Лараççĕ тĕреклĕ, хускалас пек мар. Икĕ юпа, юпа тăрринче кашта, айккисенче вĕрлĕк карта; те кăçал çеç юсанă: пĕри те ÿкмен…

Хапхаран кĕрсен пуçланать икĕ урам: пĕри—Чиркÿ касси— хитре, тимĕр витнĕ çуртсем, кирпĕч кладовойсем, тĕрлĕ хапхасем курăнаççĕ унта. Çулĕ те унта, хапхаран тухсан, такăртарах, якарах… Сулахай енче — хире перĕнсех пуçланать — Йĕмсĕр касă. Ахалех йĕмсĕр темен пуль кассине те. Унта лутра пĕчĕк пÿртсем, чăх йăви пек хуралтăсем, тăйлăк-тайлăк хапхасем… Çулĕ те, унта пăрăнса кĕрекенни, якалман та, çеремне те таптатман. Сахал çын çÿрет вăл çулпала. Çÿрессе те халь кăна çÿре пуçларĕç-ха. Пуринчен ытла çÿреççĕ «колхозсем»: вĕсен вити çав урам вĕçĕнче. Ĕлĕксенче, çав касра пурăнакан «йĕмсĕр» чухăнсем те, çаврăнăç туса та пулин, Чиркÿ кассине кайса, тăкăрлăкпа хăйсен килĕсене кĕретчĕç.

Çавсене, тата ыттисене те: нумай çын, тĕрлĕ сăн курать уй хапхи кун каçиччен. Курать вăл хăш чухне телейлĕ этем: хирти ĕçне пĕтерсе савăнса таврăнакана, йăпатса ун чух кĕртет вăл тутлă ĕмĕт. Çăмăл шухăш этемĕн ун чух вĕçет — кайăк тейĕн; йăпăртатать, савать, иртет хăвăрт, сисĕнкĕсĕр… Сĕтеклĕ канăç, ырă ывăну туять ун чухне этем. Паллă мар савăнăç, тĕтреллĕ хĕпĕртÿ хуллен хăпарать кăкăрта, сарăлать шăнăр тăрăх, çемçетет ывăннă ÿт-тире. Пурте йăпатать ун чухне: кил канăçĕ, кĕтнĕ апат çĕтĕкĕ, пуç çинчен кайнă ĕç, çамрăк арăм ăшă сăмахĕ… Пурте ырă, пурте çăмăл… Ун пеккисене сахал ĕнтĕ курать уй хапхи. Пĕр колхоз, колхоз шавлă йышĕ çеç халь кĕрет хапхаран савăнăçлă. Вĕçĕмсĕр кулу, шÿт сăмах, хуйхăсăр шухăш, паллă ĕмĕт курать хапха колхоз йышĕ кĕнĕ чух.

Ыттисем, пĕчченлисем, хапхи витĕр тухаççĕ-кĕреççĕ… Пĕрин пичĕ çинче те çук лăпкă шухăш. Пурин пуçне те хĕснĕ йăвăр шухăш: пуçĕнче те, куран, сÿтĕлет хуллен вĕçсĕр шухăш тĕвви.


… Катаран хапха еннелле кусать урапа. Тăсăлать хыççăн шерепеллĕ тусан; пĕтĕрĕнсе, явăнса шăвать вăл çĕлен пек таçта инçетре, айлăм хыçĕнче хÿрине çухатса.

Çатăртатать урапа, тăсать çак çул пекех вĕçсĕр, сăрăлтатакан, чуна çупăрлакан кĕвве. Тĕнĕл çухăрать хăврăлса (тикĕт тивмен), ÿречепе кÿпчек, çынна çиекен икĕ арăм пек, çухăраççĕ калама çук йăлăхтарса, тĕмсĕлекен, тарăхакан ăша тăвăрласа. Те урапа кĕрлесе тĕлĕрнипе (йăвăр, йăвăр, чее ыйхă!), те ланчашка шухăш арканнине çамрăк хуçапа ватă лаша пуçсене лаштах уснă.

Çÿлте, тÿпере, йăваланаççĕ лăпсăркка пĕлĕтсем. Чăн тÿпине çитсен, вĕсем кĕпĕрленсе тăрсан, çĕре сăнанă пек, пĕр тапхăр чарăнаççĕ; унтан, шурă кăпăш-кăпăш чăмăрккисем евĕр кусса ансан, ирĕлеççĕ ерипен таткаланса, пĕчĕккĕн тĕпренеççĕ.

Анакан хĕвелĕн хăнчăр куçĕ тăрăхласа пăхать вĕсем шунине. Пĕлĕтсем ун çутипе шăранса, ÿкме мел шыранă пек, явăнса çÿреççĕ çĕр тăрăх; хăш чух капланса шур ункăпа çыхаççĕ хире, хăш чух шĕвелсе сĕт хăйми пек чĕтренеççĕ çÿлте.

Хĕвеланăç енчен тапхăр-тапхăр çĕкленет çепĕç çил, таять уйра ларакан тăлăх йывăçсене, варкăштарать хыт суха çинчи мăянсене, армутисене… Унтан тытăнаççĕ хĕвĕшме пĕлĕтсем, хĕвĕшеççĕ мăнкăмăллăн, çĕре курмасăр, палламасăр.

Кăмăлсăрланнă ăна курса çĕр пичĕ те… Ахăртнех, кĕтет вăл ырлăхне: çăмăр, нÿр… Кĕтет тилмĕрсе, йăлăнса, анчах кĕтни кăлăх. Ака астумаççĕ çăмăлкка пĕлĕтсем. Юхаççĕ, юхаççĕ таçта… Пĕр хĕвел çеç тĕлленĕ çĕр питне: шăратать ăна хĕрÿ çутипе. Шăрăх, тăкăс, сухăрлă… Кирек ăçта та: пĕлĕтре те, çĕрте те сисĕнет туртăнса хиврĕлни, теме хатĕрленни; темле йывăр, сасăсăр кĕрешÿ. Ахăртнех мĕн те пулсан пулмалла: е çăмăр, е пăр.


Çав пĕлĕтсем пекех çаплах тăкăс, çаплах йывăррăн хĕвĕшеççĕ Пракки пуçĕнче пăтăрмахлă шухăшсем. Хĕвĕшеççĕ пĕр татти-сыпписĕр, пуçа ыраттарса, кăкăра тăвăнтарса. Лаши ун тахçанах хуçи пуррине маннă: пырать хăй мехелĕпе, аран-аран урисене хускатса. Те унăн та хăйĕн шухăшĕсем пур, те сиснĕ вăл хуçи шухăшне, çавăнпа чăрмантарасшăн мар.

Шухăш çине шухăш пусать Праккине, шухăшсем те мар, темле сыпăклă мĕлкесем — иртнин касăкĕсем, хальхин татăкĕсем — таçтан сиксе тухса уçăлаççĕ йăмăх кăвак хуппи пек.

Шухăш çине шухăш пусать Праккине, шухăшсем лапчăтаççĕ, пăчăртаççĕ пĕр-пĕрне: хăш чух сисмесĕрех çăварĕнчен тухать тăхлан тумламĕ пек йывăр сăмах:

— Мĕнле? Мĕн тăвас-ха? Мĕн?..

Те çул сиктерми силлет, пăсать шухăш йĕркине, те çитет вĕçĕ пĕр-пĕр шиклĕ тĕле (пăрăнасшăн унтан çаврăнса), темшĕн, анчах çухалать вĕçĕ пуçра; халь тухнă сăмах та янрать урăх çын сăмахĕ пек, янрать таçта аякра.

Кусать урапа сиктерсе. Вĕçĕмсĕр тăсăлать тусанлă çул. Пĕр йăмăхмасăр пăхать сар хĕвел, ним астумасăр сăнать куç таврана.

Юлать тĕм, татах тĕм, мăян, хытхура… Куç тĕлне çавсем çеç лекеççĕ. Армути. Суптăрканă аскăн япала: хăй пĕвĕнчен вăтанать. Акă таять вăл пуçне, илĕртет аскăн арăм пекех.

Мĕншĕн сăнать-ха куç? Акă сарлака армути, тĕпĕнченех турат… Пурĕпĕрех тепре иртнĕ чух паллас çук вĕт пĕрне те…

Пракки юри пĕрне сăнаса, çаврăнса ăсатсах ярать, куç тепĕр тĕме тĕл пуличченех. Вăл та иртет, унтан — тепри… Асне илесшĕн юриех малтанхине: «Мĕнлеччĕ-ха? » Çук. Пăтранса каять куç умĕнчипе.

— Е-е-е… Мĕн чухлĕ курнă вĕсене паян, ĕнер, кăçал, пĕлтĕр, ĕлĕк, урăх çĕрсенче… Пĕрне те пулсан астăватăн-и-ха?

Урапа куссипе кусать Пракки шухăшĕ. Такăнса, вылянса кусать каялла, иртнĕ йĕрпеле. Кусать; пуç — ун лаши; чĕре — ун çулĕ.

… Акă инçетри хир… Унта та кунти пекех мăянсем, армутисемччĕ… Аякра вăрман… Куç умĕнче хĕрлĕ çыран. Çÿллĕ вăл, çÿллĕ. Çĕлĕк ÿкмелле. Темле курăк сырăннă чăнкă çырана (мĕнле вара ÿсет-ха çара тăм çинче? ). Тĕпĕнче пĕр мăян, йĕнĕ çын пек, чикнĕ пуçне, хуçăлнă… Турачĕ çинчен сăтăрăлнă çулçи, астăвать çыпçăннăччĕ вăл этем вилли çине.

Вилĕ выртать чикеленме пикеннĕ пек. Урисем çÿлте— çырана перĕннĕ; аллисем хыçалта, вĕсене хытă туртса çыхнă.

Астăвать Пракки. Ах, епле вăл лайăх астăвать. Урисем çара… Çара мар — тирсĕр, çутă хĕрлĕ аш… Хытнă, куштăрканă. Чĕркуççи сыппине, туна сыппине, пÿрнисен сыппине — пурне те сыпăланă, силленсе тăраççĕ. Пуçне чĕркенĕ… Астăвать Пракки… Ах, епле вăл лайăх астăвать… Чĕркенине чĕтрекен аллисем ун салтрĕç. Салтсан…

Пракки шăлне çыртрĕ. Шăнăр пит-куçа ыраттарса туртрĕ. Витре пăрлă шыв чĕтретрĕ çурăма, хаяррăн çÿçентерчĕ.

— Н-н-на. Атя… Ут, — хăвалать вăл сасартăк лашине. Пăрас килет, куçарас, татас килет сивлек шухăша. Манас килет.

— Атя, ут. Ак çитетпĕр киле… Арăм унта… кĕтет. Пĕчĕк Лисук «атте килет» тесе чÿречерен пăхать пуль.

Çук çав. Акă, акă юри кÿртнĕ шухăш тĕссĕрленет, сирĕлет. Татăлман астăву пахмăтланса, сĕкĕнсе чупать малалла. Кÿрет куç умне çĕнĕрен çĕнĕ тĕслĕхсем, çĕнĕрен çĕнĕ сăнлăхсем. Чарма çук-çке, чарма çук.

Акă тискер виле, татăлнă сыпă, сÿнĕ ÿт… Акă çывăх, çывăх. Вăл умра пекех. Халь куран ĕç пекех.

Астăвать Пракки. Ах, епле лайăх астăвать. Çÿçне сÿнĕ виленне; йăлтăртатать шакла пуç тÿпинче юнлă хура шăтăк. Елпĕрсе кайнă, çумне хытнă авкаланса сарă çÿç пĕрчи. Çамки çинче, шăмă курăнакан çамки çинче, çутăлать персе кÿртнĕ хĕрлĕ çăлтăр. Ун йĕри-тавра пăчăртатса тухнă сарă япала: те миме, те юн? Йăлтăрать вăл тискер, йăлтăрать вăл хаяр, йăлтăрать юнлă ÿт хушшинче юн кĕтсе йăлтранă пекех..

Кусать урапа сиктерсе, силлесе… Тумхах. Шакăлт! сикет урапа, чăрк! тăвать тĕнĕл. Тумхах — шухăш та татăлчĕ. Татăлчĕ астуни, вупăр пуснă хыççăнхи пекех йывăр чул хăварчĕ пуç çине. Аш урлă, чĕре витĕр, пĕтĕм ÿт тăрăх сăрăлтатса иртрĕ кичем именÿ: пăрлă сивĕ çапрĕ кăкăра; сивĕ тар пăчăртатса тухрĕ çурăмран.

… — Кам вĕлернĕ? Мĕншĕн вĕлернĕ? Мĕншĕн хĕрлĕ çăлтăр? Мĕншĕн сÿнĕ тир? — ыйтнă Пракки, астăвать, ыйтнă вăл хĕвелтен, иртсе каякан çилтен… Çук. Никам та ун чух каласа парайман. Çил çаплах уланă, хĕвелĕ те çаплах хĕртнĕ. Пурте вĕсем тертленсе вилнĕ ятсăр çынна маннă. Мĕншĕн тискерлĕх? Е этем тискер кайăкран та хăрушă-и? Тискер кайăк вĕт апла тăвас çук. — Çапла ыйтнă, астăвать Пракки, лăпкă тĕнчерен. Темшĕн, шел те пулман салтакĕ. Вăл вилнĕ. Пысăк асаппа-и, пĕчĕк тертпе-и? — пурпĕрех пĕр вĕç. Çук. Урăххи. Çÿçентернĕ çын çавна тума пултарни, чĕтретнĕ чикĕсĕр тискерлĕх.

Акă татах армути… Акă татах мăян… Иртеççĕ, иртеççĕ вĕсем вĕçĕмсĕр… Лешне, паçăрхине, астăвас çук вĕт пурпĕрех. Лешĕ, çыран хĕрринчи, мĕншĕн асран каймасть-ха?

Хĕвел чылай аннă. Тÿпери пĕлĕт, хурланнă хĕр куçĕ пек, тĕксĕмленчĕ хуллен, хуллен. Антарчĕ куç харшине, вăтантарнă хĕр — çĕнĕ çын пек: вăрттăн çеç куç хÿрипе пăхать. Аякри вăрман та чарăнчĕ шавлама, çил те кĕчĕ йăвине. Пурте тăп пулчĕç. Хĕвел анас умĕн çеç çакăн пек вăхăт пулать.

Çул пăрăнчĕ. Тарăн вара кĕрет. Ав лăпсăркка хурама, çирĕклĕх… Ун хушшинче шăнкăртатать пĕчĕк çырма… Хăяхлăх. Ак, ку вĕт хамăр çĕр, хамăр ял хирĕ. Часах акă кил, ăшă пÿрт, яшка… Лисук акă чупса тухать урама. Леш вилли вĕт вăл Çĕпĕрте, 18-мĕш çулта, Колчакпа çапăçнă чухне пулнă.

… Пĕлнĕ кайран, çывăхри ялта каласа панă: пĕр хĕрнĕ салтака илнĕ пулнă тыткăна хусахсем; хĕненĕ, тирне сÿнĕ чĕрĕллех, сыпписене каснă çухăрнă çĕртех, куçне чиксе шăтарнă сивĕ штыкпа; унтан суранлă, тирсĕр çамкана шăтăк туса хĕрлĕ çăлтăр çапса кÿртнĕ, вара, ун пуçне табак хутаççи тăхăнтарса (ун чухне вилмен-ха вăл! ), ăна çÿллĕ ту çинчен тĕртсе янă. Асапланнă мĕскĕн табакпа чыхăнса, вăлах тата каснă пуль суранлă ÿте. Мĕскĕн хĕрлĕ салтак. Тен, вăл чăвашах пулнă-тăр. Тен, унăн савни пур-тăр ялта. Мĕн калĕччĕ-ши вăл ăна курнă пулсан?

Ăнланнă вара Пракки. Ăнланнă этем тискерлĕхне. Класс кĕрешĕвĕ тенине тин чĕрепе туйма пуçланă. Пракки тин кура пуçланă класс тăшманне: ун ĕмĕтне, шанчăкне, шухăшне. Çавăнпа пуль халь те, тăп пынă çĕртех, сасартăк вĕçерĕнет çăвартан:

— Çапла пирĕн пеккисене.

Хир, çул, мăян. Каллех хир, каллех çул, каллех мăян… Халь армутисем те таçта çухалчĕç. Йывăç та çук. Инçетре çеç сÿнекен хĕвел ыталать çĕр питне юлашки хĕрÿпе. Сарăлать тĕнчене çемçе, чечен хурлăх. Чечен çутăпа çемçелет тăрă сывлăш та, кăвак хир те, тĕксĕм вăрман та… Уçăрах илтĕнет шăрчăк сасси.

Ăшăнса сÿтĕлет çăмха — иртнĕ пурнăç. Пăркаланса, пăтранса тин уçăлан çырма пек, пĕрре — чакса, тепре иртсе юхать шухăш юхăмĕ: астăвăнать иртни;

Астăвăнать каллех ютри çĕршыв. Вăрман. Çÿллĕ çÿллĕ яштака йывăçсем. Кÿлĕ. Пысăк, тарăн, тăрă… Тулли куç пек. Çеçенхирсем. Ас пекех сарлака, тĕнче пекех чикĕсĕр, тинĕс пекех яка…

Акă вăл ыткăнать мала. Ыткăнмасть — чăмать, çиле çурать. Пĕлместĕн: те утна хистетĕн, те ху вĕçетĕн. Ÿте туйми çăмăллăх. Пуçа çавăракан тивлет. Вăл пурнăçлĕ.

Астăвать Пракки. Пит лайăх астăвать. Акă ÿкнĕ офицер… Вăрман, кÿлĕ хĕрри. Халь те асра офицер пакунĕ: çутă, кĕмĕл укаллă… Йăлăнать, пуççапать, авкаланать çĕлен пек. Кĕтет хĕрхенÿ. Çук çав хĕрхенÿ. Астутарсах, аллине тăсса тăнă пекех, «çакă мана вĕлерекен» тенĕ пекех, куç умĕнче тăрать тирне сÿнĕ хĕрлĕ салтак. Епле итлес мар тăван сăмахне? Çук. Хĕрхенмен вăл никама та…

Астăвать Пракки. Пит лайăх астăвать. Акă хунчăка пек хăвалать хусаха… Çеçенхир. Пĕр тĕм те çук. Çитет. Шăтарать, тилмĕрет пысăк шенкер куç. Йăлăнать: «Пар пурăнма! » Çук çав хĕрхенÿ. Астутарсах, аллине тăсса тăнă пекех, «эпĕ те йăлăнтăм, вĕсем итлемерĕç» тенĕ пекех, куç умĕнче выртать куçне шăтарнă хĕрлĕ салтак. Çук. Хĕрхенмен никам та.

Астăвать Пракки. Пит лайăх астăвать. Нумай çĕрте: вăрманта, ялта, çеçенхирте, тусем хушшинче… шеллемен вăл пĕр тăшмана та. Чăнах, пулатчĕ вăхăт: алсем çемçелетчĕç, иккĕленетчĕç… Çĕкленме пăрахатчĕç. Анчах, çавăнтах, аллине тăсса тăнă пекех: «Юлташăм! пире те вĕсем шеллемеççĕ»… тенĕ пекех, куç умĕнче тăрать çамки çине çапса кÿртнĕ хĕрле çăлтăрлă коммунар. Çук. Хĕрхенмен никама та…


Çапла. Вăл ĕлĕк. Халĕ вара? Халĕ мĕнле-ха эпĕ? Сасартăк каллех вĕçерĕнчĕ чĕлхерен. Именчĕ Хăй те тахши илтесрен. Çаврăнса пăхрĕ. Вăрăммăн сывларĕ.

— Но-о-о. Атя. Ут! Час киле çитетпĕр. Лисук кĕтет пуль ĕнтĕ, — тет вăл тилхепине тустарса. Лаши иккĕ-виççĕ хăвăрттăн ярса пусать те каллех ĕлĕкхи йĕркепех утма пуçлать.

Татах тăсăлать тайлăк çул, татах курăнкала пуçларĕç армутисем. Татах хутран-ситрен тĕл пулать мăян. Анакан хĕвел умĕнче чĕтрет каçхи сывлăш. Ял енчен кунталла вĕçет пĕр кайăк.

— Ăçта вĕçет-ха хăй пĕччен? — сасартăк тĕлĕнет Пракки. — Пур-ши пуçĕнче шухăш? Е пĕр шухăшсăрах-ши? Хам ăçта вĕçетĕп? —ăнсăртран танлаштарать вăл хăйне кайăкпа. — Пур-и пуçра шухăш? Епле-ха апла пулса тăчĕ? Епле çын хыçне тăрса юлтăм?

Каллех сÿтĕлет çăмха: иртнĕ пурнăç.

… Вăрçăран таврăннă çĕтĕк йĕмпе, çĕтĕк çĕре. Савса хапăл турĕ хăнчăр, лутра тайлăк пÿрт. Лашасăр, ĕнесĕр, арăмсăр… Кам-ха ăна çын вырăнне хисеплет? Мĕн чухлĕ мăшкăл, кулу, тарăху, астуса-астумасăр, хурланса-хурланмасăр ирттерсе янă çын ăшне кĕриччен. Мĕн чухлĕ, чун ыратсан та, пилĕк авăннă пуян умĕнче. Астăвать Пракки… Епле астумастăн-ха ăна? Акă Ивантей Мĕтри. Кулак. Сахал-и ĕçленĕ унăнне? Лашашăн ĕçленĕ. Лаша пулман. Епле чĕре ыратман хĕрлĕ салтакăн çын ĕçĕнче? Чĕре ыратнă. Ах, епле ыратнă. Анчах тÿснĕ.

Астăвать Пракки. Епле астумастăн-ха ăна? Акă куштан Тимакки. Сахал-и тарăхнă унпа? Анасем юнашарччĕ. Ана пуçĕсем иккĕшĕ те тĕрĕслĕ, виçеллĕччĕ: чăркăшма сăлтав та çук. Варринче вара пĕр хăлаç манăнни еннелле кукăрăлса кĕретчĕ. Шарт авăнчăклă, пĕкĕ пекех. Епле чĕре ыратман хĕрлĕ салтакăн çын мăшкăлĕпе? Чĕре ыратнă. Ах, епле ыратнă. Çапах каламан вĕт. Вăтаннă. Тÿснĕ…

Унтан… Çулсем иртрĕç. Çулсем куçрĕç урапаллă. Çулсем улăштарчĕç кунсене. Инçетрен, хуларан, ыткăнса килчĕç яла пĕлĕмлĕх татăкĕсем: —культурлă хуçалăх. Нумай уйлă хир. Ыткăнса çитрĕç те хĕсĕнчĕç сарăлма ирĕк пулмасăр… Нумай çăвар чăмланă, перосем вĕртерсе якатнă сăмахсем çакăнчĕç. сывлăша:

— Çĕнетĕр çĕр ĕçне…

Туянăр ăратлă выльăх…

Вĕренĕр культурлă пурăнма…

Астăвать Пракки. Халь те лайăх астăвать. Çынсем ĕненместчĕç, кулатчĕç вăл сăмахсенчен. Пĕр Пракки кăна шухăша кайрĕ.

Астăвать Пракки. Халь те лайăх астăвать. Епле вăл чăмнă пуçĕпех ĕçе. Вăрçă чухнехи хастарлăх, хăюлăх каллех çавăрса илнĕ ăна. Вăрçăра çĕнтернĕ пекех, кунта та вăл çĕнтернĕ. Акă район выставки. Ăратлă, пысăк, илемлĕ сысна. Таврара пĕртен-пĕр. Ун пек сыснана «манăн» теме те кăмăллă. Астăвать: хĕрÿленнĕ агроном тем калаçать, ăнланма çук. Анчах куçĕсем саваççĕ Праккие ăшшăн, ăшшăн… Унтан кайрĕ вара пурнăç ăннăçем ăнса. Сысни çăвăрласан—вуннă-вунпилĕк; сурăх пăранласан — йĕкĕреш, тырă ĕлкĕрсен пуринчен лайăх; кайрĕ пурнăç хута. Çĕнĕ йĕрке, меллĕ меслет, кĕнеке çинчи ăс куçать пурнăçа хыпаланса.

Юлашкинчен çитрĕ вăхăт. Астăвать Пракки. Халь те лайăх астăвать. Пурнăç ун—мункун! Вăл хĕрлĕ кĕпепе, çутă атăпа, пултаруллă пит-куçпа. Урисем те утăмсене ÿкереççĕ тĕреклĕрех, çирĕпрех. Ĕлĕкхи пек мар, шанчăклă утăмсем. Пуç та тайăлма пăрахрĕ ялти «хисеплĕ» çынсене курсан (хăйсем хăйччăр!).

Çынсем те вара сасартăк астурĕç. «Пракки» тесси пĕтрĕ. «Пракки хăта», «Пракки хурăнташ», «Пракки Иванчă». Чĕне пуçларĕç ĕçке, йышăнчĕç тăлăха. Лартрĕç кĕреке хушшине.

Кĕнĕ çапла çын шутне.

Çитрĕ 1929-мĕш çул. Çитрĕ те татрĕ капитализмла ĕмĕте. Çĕнĕ ĕмĕт, социализмлă ĕмĕт ун вырăнне кăтартрĕ.

Астăвать Пракки… Лайах ÿкрĕ ун чухне кĕтни, ĕмĕтленни. Çич-сакăр çул пуçтарнă пурлăх сасартăк хакне çухатрĕ, илĕртме пăрахрĕ… Хĕрсе ташланă чух çын кулса сивĕнтернĕ пек, хĕрсе пурăннă чух та сасартăк çĕнĕ ĕç сивĕнтерчĕ. Пуçланчĕ колхоз… Ялĕпех турĕç колхоз. Унта Пракки те кĕнĕ. Унтан… Саланчĕ колхоз, çĕнĕрен пуçланчĕ колхоз. Нумайăшĕ кĕчĕç. Пракки кĕтет. Мĕн кĕтет — хăй те пĕлмест. Колхоз ураланчĕ. Пракки кĕтет. Мĕн кĕтнĕ — хăй те пĕлмест.

Çаплах вăл юлнă та юлнă. Пĕччен, айккинче… Çаплах вăл, пурнăç юхăмĕнче малтан çул суйласа пыраканскер, ыткăнса юлнă çыран хĕррине… Вĕт унта ытларах та путлăх, чĕтрекен лачака. Вĕт унта хĕрлĕ салтак тирне сÿнĕ хусахсем, ăна ĕçлеттерекен Ивантейсем, вунсаккăрмĕш çулта çапăçнă тăшмансем. «Мĕнле-ха эпĕ, — темиçе хут та ыйтнă Пракки хăйĕнчен, — лекрĕм çавăнта? Е чăнах-ши: пурăнăç пăрăнăçсăр пулмасть, е çĕнĕ çурхи юхăмĕн чăрсăр хумĕсем пăрахрĕç-и кăларса пăхăнман татăка?.. Каларăшле, мĕне тăрать пĕр çын, çĕр çын, пин çын хастарлă юхăмшăн урлă тăни? Ниме те тăмасть. Анчах эпĕ çапăçнă вĕт-ха çакăншăн».


Хир, çул, татах хир… Хутран-ситрен мăян. Хумханать ÿркенсе… Çул та хирĕçсе авкаланать. Мĕншĕн-ха авкаланчăк? Тÿрĕрех кайма пултарман-шим ĕнтĕ?.. Çÿлте пĕлĕтсем çаплах мăраннăн йăваланаççĕ.

Çавăн пекех, пĕлĕтпе пĕлет хутшăннă пекех, ÿркенсе тăсăлаççĕ шухăш татăкĕсем.

Пăтранаççĕ, пĕрлешеççĕ… Каллех иртни, хальхи, унтан — тĕтре.

— Мĕншĕн-ха ĕмĕтĕм лапчăнчĕ, пусăрăнчĕ. Е чиккине çитрĕ-и? Е ванса, тĕпренсе чакрĕ-и калла? Ăçта ĕлĕкхи тутлă ĕмĕт, каç выртсан çывăриччен шухăшланă шухăш. Ăçта вĕсем? Ăçта тулли савăнăç? Сурăх путек тусан та пурччĕ савăнăç. Куç умĕнчех хурçă хытти çапрĕ тĕнчене, пăрăнчĕ пурнăç çулĕ. Пушанчĕ ăшчик, çухалчĕ тĕрек, çухалчĕ те, сасартăк лештĕртетрĕç алăсем, çĕтрĕ ура вăйĕ.

Вăйлă, тискер шăлакан тăманра çеçенхирте аташсан, çийĕнчен тата çуна турти хуçăлсан, улăштарма хатĕр пулмасан, ху вилес пек шăнсан, — пĕр тапхăр ларатăн ним тăва пĕлмесĕр, шухăшна чăмăртаймасăр, алла çĕклеймесĕр. Тăман вĕçтерет, юр куçа тулать, алăсем шăннă, хатĕр турта çук, турта пăявĕ те çук… Çавăн пекех— хуçăлчĕ пурнăç турти, кивĕ, пĕччен хуçалăхлă турта. Пĕчченлĕ ĕмĕт, çухалчĕ çул, капитализм енне илсе каякан çул, кăтартрĕç çĕнĕ çул, унпа вăхăтĕнче каймарăм, халĕ аташрăм. Умра — тăманлă самана, паллă мар тĕнче.

Сапаланчĕ шухăш, вĕт пăрçа пек сиккелесе, кусса. Чарак çукран, чарăнмарĕ. Кусса кайрĕ анаталла. Унталла çăмăл кусма. Кĕрсе ÿкрĕ лачакана.

Епле йăвăр, пушă, тăвăр — кĕтнĕ шанчăк, ертекен ĕмĕт вĕçерĕнсен. Тата ытларах йăвăр — иккĕленсе тăрсан икĕ çул хушшинче.

Мĕнпе танлаштармалла хальхи вăхăта? Пуйăс пек ыткăнать вăл. Малта мĕскер? Ларнисемшĕн паллă: илемлĕ, тивлетлĕ çĕр. Ларнисем тулли кăмăллă: тупнă хăйсен вырăнне, пĕлеççĕ ăçта каймаллине, çитмеллине… Вĕсен вакунĕ — колхоз, вĕсен каяс çулĕ — социализм. Умран, айккинчен, варринчен иртет пурнăç — пуйăс хăшиншĕн. Ыйтса тăмасть ырлу, килĕшÿ — чупать малалла, хăш чух çеç сасси çĕмрĕлет — çул çинчен пăрăнма хушса. Праккишĕн те çавăн пекех.

Юлташсем, пĕрле вăрçăра çапăçнисемех, пурте колхозра. Юлташсем, ялта активист пулса тăраканнисем, пурте колхозра. Ĕмĕтлисем, совет влаçĕшĕн тăракансем, уншăн çапăçма, кĕрешме хатĕррисем—пурте колхозра. Çирĕп çыпçăнчĕç çĕр çумне колхозсем — хăпăтас çук нимĕнле вăй та. Ял тĕсĕ шăранать; уйрăм çын çухатĕ ятне, чапне, ĕçне. «Çав çын» темеççĕ. Колхоз, теççĕ. «Çав» турĕ темеççĕ. Колхоз турĕ, теççĕ. Хуранта пăтраннă пек пăтранчĕ ял. Путрĕç аяла «ырă çынсем», тухрĕç çиеле ятсăррисем.

Чарăн шухăш. Ан тух сăмах. Пракки шăлне çыртрĕ. Ак чĕлхе вĕçĕнчех: «кĕлĕмçĕсем». Анчах пыра ларчĕ. Ăш хирĕннĕ ыратса, тарăхса… Ÿкĕнĕç, хăвна питлÿ, тертленÿ—тăвăрлатрĕ кăмăла: хĕсрĕ çивĕч, йĕп пек япала. Таçтан сиксе тухрĕ плакат пекех шултра, хура шухăш.

— Хама вара ĕлĕк епле хисепленĕ?

Тахши тĕкĕлесех питлет ăшра:  «Пултăр-ха ĕлĕкхи вăхăт. Ан пултăр çурт, лаша, ĕне… Пулăттăм-ши эп çак хисепре? Тен, ун чухне мана та «кĕлĕмçĕ» тейĕччĕç. Пĕлесчĕ: мĕн шухăшлаттăм-ши ун чух? »

— Çав «кĕлĕмçĕ» пĕрле пуласран хăраса колхоза кĕмерĕм-и? — хăйне юри асаплантарса ыйтать Пракки. — Совет влаçĕшĕн пуçпа тăракансем пурте колхозра пулсан, эпĕ вара… Эпĕ хирĕç тăракан-и? Эпĕ пĕтме сунап-и? Мĕншĕн апла пулсан çапăçу? Мĕншĕн хĕрлĕ салтак… лере, Çĕпĕрте, этем тÿсейми асап курса вилнĕ? Çук. Апла мар. Тата çапăçма хатĕр çак Советшăн, юлашки юн тумламне те тăкма хатĕр.

«Мĕншĕн-ха апла пулсан лешсемпе пĕрле мар, колхозра мар? —ыйтать паçăрхи сасах. — Вăт, пĕрле пулманни хирĕç пыни пулать».

— Çук. Хирĕç мар, — тавлашать Пракки хăйпе. — Эпĕ кулаксемпе мар. Елĕк «ятлă çынсем» çĕлĕк илни кăмăла хăпартатчĕ пулсан, халь вăл маншăн çивĕч çĕçĕ. Ярр! çурса ярать кăмăла. Чăнах çапла-тăр. Темшĕн-ха, апла мар тесен, сан çине вĕсем хăйсен эртелли çине пăхнă пекех пăхаççĕ…

Çĕркаç акă… тĕл пулчĕ Ивантей Мĕтри. Каçхине. Хĕвел ун чухне аннă. Хĕрĕнкĕрех. Курсанах куç хĕсрĕ: вăрттăн ĕçе эпĕр çеç пĕлнĕ пек. Алла туртрĕ, чăмăртарĕ:

— Мĕнле тапаçланатăн? Е тапаçланма ирĕкех памаççĕ-и?

— Пурăнатпăр-ха хуллен, — ырă маррăн туйăнчĕ, пуç та пăрăнчĕ.

— Хуллен?.. Мĕншĕн хытă пурăнмастăн-ха? Елле хушмаççĕ-и? Елле туртаççĕ-и хыçран: ан кай-ха ытла хытă, тесе.

Астăвать Пракки. Сăмахсем сăрхăна-сăрхăна кĕреççĕ хăлхаран, куçран, сăмсаран. Тулать ÿте темле йăвăр, йăвăр япала; пăтратать кăмăла, йĕклентерет; шухăш вырăнне йăвăр пăс, йăвăр тĕтре чĕтрет пуçра; лăймака сăмахсем тĕрексĕр чĕрене чăмăртаççĕ нÿнÿлетсе…

— Вырман-ха тыррине, пуçтарман… Çапман-туман, — калаçать Ивантей, — мĕн чухлĕ тухнине пĕлеççĕ; тахçанах виçсе хунă. Ман çине 150 пăт хунă. Ана парăп ĕнтĕ, патшалăха йăвăрлăхран хăтарăп, патшалăхĕ ÿпне-питне кайсан та пĕртте макăрмăттăм та-ха. Хам вара улăм кышламалла-ши? Тултарса пар ăна тата шăп виçĕ эрне хушшинче. Те хамăн комбайн тăвас ĕнтĕ. Унсăрăн ĕлкĕрес çук. Те вĕсем кÿрсе парĕç ĕнтĕ комбайн, Пракки хăта?

Ну мĕн калăн-ха ăшу пушă пулсан? Калăн мĕн тÿр килнĕ ăна.

— Кирлĕ мартан мар çав ĕнтĕ… Кирлĕрен ыйтаççĕ…

Сăмах тухать пуклак — Пракки хăй те сисет. Çын сăмах çивĕччĕшне перĕнсе мукалнă пек. Сăмах та тупăнмасть çивĕччи.

— Аппаланаççĕ пĕрех, — çаплах хăйрать Ивантей, — те колхоза кĕччĕр теççĕ ĕнтĕ. Темĕн çав. Кĕрсе пĕтнĕ пуль кĕрес пеккисем. Юлнă ĕнтĕ унта ыттисем, хамăр йышши çынсем. Вĕсем йăтĕç. Кăшт Чăтсан унта… Тем пулас та, тем килес-ха.

Астăвать Пракки. Вăтанса астăвать çав. Чĕтрерĕ вăл ун чух, «мана та хăйсен йышши çынсем шутне кÿртрĕç» терĕ хăйне, анчах нимскер те чĕнмерĕ.

Ивантей тĕллесе пăхрĕ. Унтан айккине, çын çук-и, тесе… Уçрĕ чĕлхине маннă çынна каланă пек: вăтанмарĕ, хăрамарĕ.

— Ак çапла тăвас, ача. Ялĕпех ан çапчăр тырă. Чышас хамăр тенĕ çынсене. Выçă хăвараççĕ тесен… Камăн юлас килет выçă. Пире ик енчен те усă: çапмасан — тырра кĕлтипех илеймеççĕ; ирĕксĕр çаптарсан — халăх пăлханма, хирĕçме пултарать. Çапла чăрманкаласа юлсан… Унтан, тен, Япони те…

Астăвать Пракки… Вăтанса астăвать çав. Хытрĕ вăл ăна илтсен, хускалайми пулчĕ. Ыратса туртăнчĕ ÿт, вăйсăр алă, халсăр ура, пушаннă шăнăр.

— Манпа? —тенĕ вăл тăвăнса, — çак влаçшăн çапăçнă çынпа?.. Çапла сăмах… Çакăнтах çитрĕм-и? Çак таранчченех-и? Апла пулсан, маннă-им эпĕ çăлтăр çапса кÿртнĕ хĕрлĕ салтака? Маннă-им? Вĕт вăл юн ыйтатчĕ, тăшмана тĕп тума хистетчĕ. Сутăнчăк! Сутăнчăк вĕт эпĕ… —Ÿт витĕр, чĕре çумĕнчен сĕртĕннĕ ирсĕр япала. Кăмăл пăтраннă, йĕксÿ килнĕ. Тарас килнĕ таçта, таçта, таçта, — çав лăймака сăмаха хăварса, курайман кулака çупса, питлекен шухăша татса…


Çул, хир, мăян… Вăрман хĕрри пĕтĕмпех хуралнă. Пĕлĕтсем пĕтĕмпех шĕвелсе пĕтнĕ. Хĕвел анать. Хытнă та пăхать вăл тем кĕтнĕ пек. Те юлашки хут çĕре пăхса юлас, тет. Хĕвел анас умĕн çанталăк ытла та уçă: пурте унта паллă, пĕр япала та пытараймăн. Ытла та уçă-çке çанталăк. Мĕншĕн-ха этем уçă мар? Мĕншĕн-ха пытарать хăй шухăшне, кăмăлне, ĕмĕтне? Тĕлĕнмелле.

— Но-о. Атя. Час çитетпĕр. Лисук ниçта кайса кĕреймест-тĕр ĕнтĕ. —Пракки халь лăпланнă. Темĕскер татăлнă ăшра, лăштах кайнă; ăшри çанталăк та уяртнă. Шухăш та тăрăлнă.

Сарăлать умра колхоз хирĕ. Ял çывăх. Тин кăна çĕртме тунă, тăпри хура хăрăм пек. Лайăх-çке-ха ĕçленĕ. Начар ĕçлеççĕ теççĕ, тет вăл тăпра çине пăхса. Сÿпĕлтетеç-çĕ çав Ивантей йышшисем. Мĕн-ха начар ĕçлемелли? Вĕсем те вĕт пирĕн пек çĕр ĕçлекенсем.

Таçта, тарăн çĕрте, пуçăн пĕр тăвăр кĕтессинче, хăйĕнчен хăй шикленсе йăшăлтатрĕ хăюсăр шухăш:

— Колхоза кĕрсен… Мĕн-ха чарать мана?

Тĕтре — пуçра, куçра… хуллен сирĕлет. Шухăш тата пуçне çĕклерех парать:

— Чăнах кĕрсен. Кĕрсех пăрахсан?..

Куç умне килсе тăчĕ сасартăк паллă сăнлăх:  Ивантей, — çилĕ пытарăннă, калаçать. Ялти çынсем, — тĕлĕнерех, чухларах астăваççĕ, пăхаççĕ тем пулнă пек. Колхоз пуçлăхĕ ĕлĕкхи юлташ, — калаçать мăнкăмăллăрах, вĕç-кĕнтерех: «пурĕпĕр вĕт кĕтĕн» имĕш.

Çавна курас килмест. Çавна курас килмест вĕт-ха.

Хĕвел анчĕ. Çапрĕ нÿрлĕ сивĕ çил. Канăçĕнче ÿт, пуç… Канăçĕнче чĕре те.. Сасартăк йăмăх хĕрелсе уçăлчĕç сăмахсем. Ĕлĕк вĕсене хăлха айккинчен çеç шутарса янă.

… Ял пурнăçĕ ытла та тискер, тĕксĕм, кичем… Пĕр тĕслĕ, пĕр майлă. Çиелте шăллăраххи… пахматраххи.

Пуянсем вĕсем, «ырă çынсем». Аялта — виçесĕр тăрăшу, виçеллĕ ĕмĕт… Виçесĕр тăрăшу — паранкăпа çăкăршăн. Мĕншĕн айăплă аялтисем? Çук вăл. Ăçта чăн телей? Ху майлă, çителĕклĕ пурăннинче. Анчах вĕт вăл сысналла. Епле чĕре çемçе, сисĕмлĕ çын ыр курса пурăнтăр «çуклăх» çумĕнче. Кашни çыртăк вĕт аса илтерет выççисене, мĕскĕнсене… Çавăнтах пĕтет, тĕтĕм пек ирĕлет хăвна ху ырлани, канлĕх пехилĕ, канăçлăх тивлечĕ. Çавăнпа-тăр çав революционерсем пурнăçне шеллемеççĕ чухăн тĕнчишĕн. Кураççĕ асапне-хĕнне, мăшкăлне. Вĕсем тутă пул-мĕччĕш-ши хăйсемшĕн çеç пурăнсан. Эпĕ вара мĕн-ха? Эпĕ мĕнле вырăнта? Ман мĕн шеллемелли пур?

Сĕм вăрманта аташсан, савăнатăн тем пек кирлĕ çула тухсан: çул паллă — кĕтĕн тухасса çутă хĕвеллĕ çĕре. Этем мими те тĕплĕ шухăша çухатсан — сĕм вăрманах. Çăмăл, канас, — чăтлăхран тухнă пекех, — ĕмĕтлĕ йĕр ăнсăртран тупăнсан. »

Ĕмĕтлĕ йĕр тупрĕ Пракки:

— Колхозсене çавăншăн тăваççĕ те… Телейлĕ тĕнчешĕн. Епле-ха урăхла пулмалла?

Пракки сарчĕ кăкăрне. Уççăн сывларĕ. Кăкăр çинчен чул йăванчĕ, тейĕн. Тав тунă пек пулчĕ коммунистсене те:

— Вĕсем хăйсен ĕçне тăваççĕ. Тунă эпĕ пăрăннă вăхăтра та. Мухтамалла вĕсене…

Çав самантрах çиçĕм пек шăратса:

— Мĕншĕн хальччен кĕмен? Мĕншĕн хăранă? Мĕн кĕтсе тăнă. Çынсем тăрăшнине пăхса? Йывăрлăхсенче имĕш сан айăпу çук. Эсĕ айккинче. Тата — ĕмĕтленмест-и кивви çаврăнасса. Ун чух вара…

Кусать урапа. Юлать тĕм, тата тĕм… Шалтăртатать урапа: халь ĕнтĕ шалтăртатать темле кăмăллă. Йăлăхтармасть. Çул вĕçĕ кукăр-макăр, шăтарать инçете.

Тр-р-р… кусать анаталла… Авăнса кĕрет. Чăнкă. Кĕ-пер-тĕр-ха, астуса илет Пракки. Кĕпер айккинче, çирĕклĕх ăшĕнче, шăхăрчĕ шăрчăк, тахăшне чĕнчĕ, унтан чĕтретрĕ сывлăша çăмăл, çепĕç сассипе. Ытла ырă-çке ывăннă шăмшакпа ăна итлеме.

— Кĕмелле. Кĕрес. Çитĕ. Ырă мар хама та… Йăлăнтарнă, пăхăнтаракан ача пек… Ырă мар, ырă анне умĕнче ырă мар пек.

Урапа хăпарать çÿле, сăрт çине. Тĕрмекленет лаша, ухать пуçне витĕмлĕ. Те вăй çитнине пĕлет.

— Эй, атя, атя. Ут… Ав колхозсем те таврăнаççĕ, — пуплешет вăл лашипе. Вăшт тилхепине туртать. — Сана та çапла Хÿрÿне касса ярĕç, çилхÿне касĕç… Çÿрĕн вара.

Ах, пăхан, пăхан туйăнать лаша. Паха-çке лаша та, тăван, унсăр нумай пурăннă çыншăн. Кичем-çке-ха картара лаша кăмăрт-кăмăрт! тутарни илтĕнсен. Тунсăх ун чух лаша тулхăрни. Кăмăллă мар витере тислĕк шăрши пулмасан; ÿсĕртет вĕт вăл хуçана эрех пекех: килтерет килйыш илемне, систерет килйыш тулăхне.

— Эй, атя, ут. Эп сана.

Кăмăл сĕвĕрĕлчĕ каллех. Паçăр ĕненнине халь шанас килмест. Тепĕр хут шухăшлас та килмест. Ни кунталла, ни лерелле. Туртăм çук. Сулăну çук.

Килĕшнĕ-килĕшмен вăхăт. Тытăннă-тытăнман тапхăр. Пушă ăшчик… Тĕтреллĕ пуç… Асап вĕт вăл…


Пуçтарать уй хапхи юплĕ-юплĕ çулсен юхăмне, тăвăнтаран умĕнче, пĕрлештерет…

Нумай çын, тĕрлĕ сăн каç пулсан сăнать вăл хăрах куçĕпе. Ун витĕр иртет çĕр тĕрлĕ çын, çĕр тĕрлĕ сасă тăнлать ун хăлхи.

Акă васкавлă ушкăн килет кĕрлесе. Юрă, кулу, паллă ĕмĕт, паллă пурнăç вĕсен сассинче. Паллать уй хапхи: колхоз çемйи таврăнать. Çĕнĕ кĕвĕ янрать вĕсен шавĕнче — савăнăçлă кĕвĕ. Сăнать вăл; туять ĕмĕр сыппине; вăл чухлать çĕнелнĕ тĕсе.

— Эй, пăрăнăр… çул парăр. Пăрăнăр, тенĕ…

Пăрăнаççĕ пăтранчăклă, йĕркелĕхе çухатнă уйрăм хресченĕн уйрăм лашисем. Çул параççĕ колхоза. Тĕлĕнет уй хапхи. Курать вăл — хуçăлнă пурнăç йĕрки; çĕмрĕлнĕ никĕс. Пăрăнаççĕ ĕлĕк нихçан пăрăнман çынсем. Кĕтсе тăраççĕ кĕтме юратманнисем. Кĕтĕç çав. Урапа шавĕ те вĕсен хăйăл-хăйăл, йĕрке çухатса йышне тупайман хăйăлти хур сасси пек.

Паллать уй хапхи Пракки лашине те. Усăннă çĕрелле ырхан пуçĕ; пĕкĕрĕлнĕ хуçи тем шухăшпа, тем çухатнă тĕрек шыранă пек йăлтăрать хура куçĕ.

— Пăрăнăр.  Мĕншĕн-ха —«пăрăнăр»? — Кулянать Пракки. — Мĕншĕн-ха кăшкăрать хушнă пек, хушма пултарнă пек? Чăнах, вăй вĕсенче, куран. Сассисем те вĕтĕ. Пăх-ха эсĕ вĕсене… Тĕнче тĕрекне пĕр вĕсем пĕлеççĕ, тейĕн. Пурнăç хуçи вĕсем, тейĕн.

Юхать те юхать халăх пĕтĕрĕнсе. Иртет лаша, иртет урапа… Вĕлкĕшет çĕлĕк, карттус, сухал… Çăтать хапха колхоз ушкăнне.

— Шаларах пăр, Ивантей пичче. Ăçта кĕрен? Çаклатан акă. Ил тенĕ лашуна, — кăшкăрать тăхти колхоз ушкăнĕнчен. Çавăнтах, Пракки хыçĕнчех, хăпа пĕлмен хурт пек сĕрлет. Ивантей мăкăртатать йĕклентерсе, калăн, ырă мар, мука, пуклак япалана пăтратать Пракки ăшĕнче…

— Ăçта кĕрен? Кĕтсе тăр вĕсене… Утланнă çын лаши çине те «кĕтсе тăр». Пĕтерчĕç ĕнтĕ Тимук лашине, мĕн тĕрлĕ маттурччĕ, самăрччĕ… Пăх-ха, Пракки хăта, ураписем, ураписем. Хăйсем çапах çухăраççĕ:  «тăватпăр… çĕнĕ тĕнче тăватпăр». Тăваççĕ… Пăсса пултăр. Халăхăн нумай-ха унта. Çитĕ-ха вăхăт та… Унччен ĕнтĕ çав… Тирĕсемпе, юнĕсемпе тÿлеттерĕпĕр. Çитĕ-ха вăл та… Çаплах çитет вăл. Темĕскер татăлчĕ Пракки ăшĕнче. Хытă, кару, хивре япала çапрĕ пите, питĕрчĕ кăкăра, пăврĕ мăя… Ăшра мĕнпурĕ чарăнчĕ. Чĕре пăрахрĕ тапма: шала кайрĕ йăвăр, сасăсăр таппи; пăтранса, пăлханса тухакан вĕри сывлăш тăвăнчĕ; улталакан, йăпатакан, аташтаракан шухăш чарăнчĕ.

Çаврăнса пăхрĕ Пракки… Çиçĕм çилли, арăслан хаярлăхĕ, кашкăр тискерлĕхĕ Ивантей сăнĕнче. Пракки хăй те именчĕ. Сасартăк ăс вĕçрĕ инçете. Çĕпĕре.

Çакăн сăнлă пулнă пуль хĕрлĕ салтака вĕлернĕ хусахсем. Татах куç умне килсе тăчĕ хăрушă вилĕм: юнлă хура шăтăк пуç тÿпинче, персе кÿртнĕ хĕрлĕ çăлтăр çамки çинче.

— Мĕншĕн тискерлĕх? Е этем тискер кайăкран та хăрушă-и? —Çук. Ыйтман халь Пракки апла. Тин ăнланнă вăл тискерлĕх мĕнне… Аçтан килнине. Çук. Халь вăл апла ыйтас çук. Çавăнпа унăн аллисем чăмăртанчĕç, çăвар уçăлчĕ.

— Ан кăшкăр пит. Кулак. Хăвăн юнна малтан ĕçĕпĕр.

… Çавăнтах çывăх, тарават, ыррăн туйăнчĕ иртекен ушкăн, хÿрине каснă лаша, çĕмрĕк урапа, хыçалти этем: йÿле пилĕк, уттисем çирĕп, калаçать юлташпа тем çинчен.

— Тăван! Тăванăм!.. Эсĕ, мĕн. тăван вĕт, — çитсе çав этеме ыталас килчĕ Праккин. — Пире революци хăйматлăх турĕ, куçне сивĕ штыкпа шăтарнă салтак пире: «Ĕçе вĕçне çитерĕр, тĕп тăвăр тăшмана», — тесе юнĕпе кăшкăрчĕ… Тăкнă, тăкăннă юн çыхнă пире… Мĕншĕн-ха астумастăр, курмастăр мана? Мана мĕншĕн «кулак хÿри», тетĕр. Хăçан пултăм-ши кулак хÿри?.. Эй, пулнă та-и? Пулнă-и кĕтмен çĕртенех, пулас килмесĕр. Çук. Çук… Эпĕ манман хĕрлĕ салтака. Манман ун çамки çине персе кĕртнĕ çăлтăра. Эпĕ сирĕнпе. Татах çапăçăпăр-ха. Вăрçăра çĕнтертĕмĕр. Кулака кăкланă чух та çĕнтерĕпĕр. Ытла та ырă-çке. Шăнсан ăшă пÿрте лекнĕ пек, çăмăлланчĕ шăлтах, çемçелчĕ чĕре. Ăшра темле вăй, илĕртекен, хистекен хăват, тĕкĕлесех хăвалать. Пуç çаврăнчĕ темле телейпе. Халь ак, халь тем тума хатĕр. Чупса кĕме хатĕр правление. Ыталаса, чуптуса: «Çырăр колхоза, çырăр! »— теме хатĕр.

Лаши тахçанах сиснĕ хуçи манăçнине. Колхоз иртсе пĕтсессĕнех, вĕсен хыççăнах, пуçне сулласа утрĕ. Пракки туртрĕ лашине:

— Атя. Атя. Тĕрĕс… Яра пар вĕсем хыççăн. Колхозник вĕт ĕнтĕ эпир те. Эсĕ те колхозник. Çĕнĕ колхозник пулан ĕнтĕ.

Сасă янрать йăпанса, кĕтнĕ телей тин çитнĕ пек. Хăвна ху килĕшнĕ чухне çеç, ăшра тăвăл пулмасан кăна — хăвăнпа çапла суйланатăн.

Тăнларĕ сасса уй хапхи. Палларĕ иртекен çынна. Савса, йăпатса хапăл турĕ уй хапхи. Пехиллерĕ çĕнĕ пурнăçа. Çăмăллатрĕ. Кÿртрĕ чĕрене ĕмĕт. Шухăша пачĕ тĕрек. Кĕрсем, кĕрсем, ырă çыннăм. Пулĕ йывăрри те, пулĕ тертли те. Ан ÿпкелеш. Куçăнтан ан çухат çитмелли тĕле. Ун чухне çăмăл. Ан ман тирне сÿнĕ, сыпăкланă, çамкине хĕрлĕ çăлтăр персе кĕртнĕ салтака. Вăл сана хаярлатĕ, аташма памĕ. Ан ман: пирĕн тĕл — коммунизм патне. Пирĕн тăшман — кулак.

Телейлĕ Праххи хапхаран иртрĕ. Хапхаран кĕрсен пуçланать икĕ урам: пĕри — Чиркÿ касси, пуян çуртсем курăнаççĕ унта. Çулĕ те унталла якарах; тепри Йĕмсĕр касă, чухăн çуртсем тăсăлнă унта. Çулĕ те унта çеремлĕ. Каймарĕ Пракки паян Чиркÿ кассипе. Яланах çавăнтан каяканччĕ. Унталла сулăннă лашине васкаса туртрĕ.

— Атя, ăçтан каян? Тÿрĕрен каймасăр… Атя. Но!..

… Тĕттĕм пулчĕ… Тĕл-тĕл йăлтăртатрĕç хăйă çутисем.

Кăчăк туртрĕç ăшшăн-ăшшăн… Аташнă çынна тăмантан туртнă пекех. Час акă кил. Веç, леш хăй çути-тĕр-ха.

Кĕске Содержани.

Калав хапха кăтартассипе пуçланать. Ку хапха çĕнĕ хапха, вăл куçлать, вăл пĕрлештерет. Хапхаран кĕрсен икĕ урам – Чиркÿ касси тата Йĕмсĕр касă. Хапхаран колхозниксем кăна савăнса кĕреççĕ халĕ, пĕчченлисем вара салхуланса. Урапапа тăлăх Пракки килет. Ун пуçĕнче те пăтăрмахлă шухăшсем. Çыранри вилле аса илет – татăлнă сыпă, сÿнĕ ÿт, çамкине хĕрлĕ çăлтăр персе кÿртнĕ.  Çĕпĕрте, 18-мĕш çулта, Колчакпа çапăçнă чухне пулнă. Хĕрлĕ салтака хусахсем вĕлернĕ. Çавăн хыççăн Пракки те класс кĕрешĕвĕ тенине чĕрепе туйма пуçланă. Тепĕр хутĕнче тыткăна лекнĕ офицер “пурăнма пар” тесе тилмĕрнине аса илет. Астутарсах, аллине тăсса тăнă пекех, «эпĕ те йăлăнтăм, вĕсем итлемерĕç» тенĕ пекех, куç умĕнче выртать куçне шăтарнă хĕрлĕ салтак. Хĕрхенмен. Унтан салтакран килсен пурнăç тума хăтланнă чухнехи çын мăшкăлне аса илет. Унтан ăнăçăвĕсене, пурнăç хута кайнине аса илет. Унтан пурнăçĕ Мункун пек пулать, ялти “хисеплĕ” çынсене пуç тайма та пăрахрĕ (хăйсем тайччăр!). 1929-мĕш çул çитсен, пуçтарнă пурлăх хакне çухатрĕ. Колхоз турĕç, колхоз саланчĕ, тепре турĕç. Пракки малтанхи колхоза кĕнĕччĕ, анчах иккĕмĕш хутĕнче кĕмерĕ. “Уйрăм çын çухатĕ, ятне, чапне, ĕçне” тесе Пракки хумханать, вăл вăрçăра хальхи активистсем пек çынсене хирĕçех кĕрешнĕ пек туйăнать. Çĕнĕ çул хăратать. Тата ĕлĕкрех кулаксем хăйсем йышши çын шутне кĕртнишĕн вырханать, хăйне сутăнчăк пек туять. Ку хутĕнче те вăл аялти пулса тухрĕ, тем пек тăрăшсан та çиелте “шăллăраххи”, “пахматраххи”.  “Ман мĕн шеллемелли пур?” тесе шухăшларĕ сасартăк Пракки, вара хăне ĕмĕтлĕ йĕр тупнă пек туйсан, “Колхозсене телейлĕ тĕнчешĕн тăваççĕ” тени пуçне килет. Кăкăрĕнчен чул йăванчĕ, тейĕн. Анчах пăртакран “пушă ăшчик” туйăмĕ каллех хупласа илчĕ. ” Хапха патне çитсен колхоз урапи ыткăнса кĕрет те, ыттисене “пăрăнăр!” теççĕ. Праккине чунне пырса тивет çак “Пăрăнăр!”: тĕнче тĕрекне пĕр вĕсем пĕлеççĕ, тейĕн. Пурнăç хуçи вĕсем, тейĕн. Анчах хăйĕн хыçĕнче коммунистсем кĕрсе каясса кĕтсе тăракан Ивантей кулакăн хаяр, тискер, урнă сăн-сăпатне курсан Пракки тепĕр хут çамкине çăлтăр шăтарса вĕлернĕ салтак аса илчĕ, ăна та çавăнашкал тискер çынсемех вĕлернĕ-тĕр. Вара Пракки те колхозник пулма ĕмĕт тытрĕ, Йĕмсĕр кас çулĕпе кайрĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s