Спиридон Михайлов: Чее Кушак


Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →



Чее Кушак

Эпĕ сире пĕр мыскаралла ĕç çинчен каласа парам.

Пĕр мужикĕн икĕ ĕне пулнă. Пĕр ĕни унăн тем пирки чирлесе ÿкнĕ. Мужик, нумай шухăшласа тăмасăрах, ĕнине аш- какайпа сутă тăвакан патне çавăтса кайнă. Чирлĕ ĕнене вунă тенке сутнă та, килне таврăнса хут укçана çÿлĕк çинче ларакан тăм чĕлмеке хунă. Ирхине арăмĕ, укçине упăшки ăçта хунине пĕлменскер, ĕне суса кĕнĕ те, сĕтне хайхи чÿлмеке шавлаттарнă.

— Пĕтертĕн укçана, — тенĕ упăшки.

Вара вĕсем васкаса сĕтне урăх çĕре пушатнă та йĕпеннĕ укçине хăйă çине типме çакнă.

Çаксене паçăртанпах сăнаса ларакан кушак, сĕтлĕ укçана кап хыпса илнĕ те картишнелле тухса вирхĕнĕ. Хуçисем — ун хыççăн. Анчах чăрсăр кушак аçи, вĕсем хăваласа çитсе туртса иллеччен, укçана чăмласа яма та ĕлкĕрнĕ. Тĕрĕс те тунă: çапа пĕлмен пушă хуçине хăйнех пырса тивнĕ. Чирлĕ ĕнине сутса, мужик çынсене улталасшăн пулнă та – хăй улталаннă.

1858.

Спиридон Михайлов: Чее Кушак” çине 2 шухăш

  1. Салам!

    1) Эпĕ сире пĕр мыскаралла ĕç çинчен каласа парам

    мыскараллă пуль

    2) çÿлĕк çинче ларакан тăм чĕлмеке хунă

    чÿлмеке

    3) хăваласа çитсе туртса иллеччен

    илличчен

    ​А/А​

    2017-05-23 14:35 GMT+03:00 Вула Чăвашла :

    > armuti posted: “Спиридон Михайлов Чее Кушак Эпĕ сире пĕр мыскаралла ĕç
    > çинчен каласа парам. Пĕр мужикĕн икĕ ĕне пулнă. Пĕр ĕни унăн тем пирки
    > чирлесе ÿкнĕ. Мужик, нумай шухăшласа тăмасăрах, ĕнине аш- какайпа сутă
    > тăвакан патне çавăтса кайнă. Чирлĕ ĕнене вунă тенке с”
    >

    Çакă килĕштернĕ 1 çын

  2. Тавах, сана çаксене пĕлме интереслĕ пулать:

    Мыскара+ (л)ла. Ку йăнăш мар. -(л)лă аффиксăн пĕлтерĕшĕ урăхла (-ла: урăх-ла, кулăш-ла, айван-ла).

    Ыттисем хальхи орфографи тĕлĕшĕнчен йăнăш. Спиридон Михайловăн оригиналне çĕнĕ çырулăха куçарнă чухне (ăна кивĕ çырулăхпа çырнă – кивĕлле çырнă текст тĕслĕхĕсем сайтра пур), оргинала çывăхрах пултăр тесе хăварнисем. Паянхи стандартпа ИЛЛЕЧЧЕН мар ИЛИЧЧЕН çырмаллаччĕ.

    Килĕштерес

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.