Улăп

Юртсам , Юртсам , Пăланăм…


Валем Ахун «Юртсам, юртсам, пăланăм» сăвăллă асамлă юмаха поэт куçĕпе, 20-мĕш ĕмĕрти чăваш çыннисен аслăрах тавракурăмĕ çине таянса халăх упранă юмах-халапсенчи хăйне моралĕ енчен килĕшекен сăнарсене, эстетика тĕлĕшенчен илĕртÿллĕ ăнлавсене суйласа çырать, вулакана фантазилле тĕнчене, халăхла утопие илсе каять. Юмахăн тĕп теми – туй, Улăп йăхĕ пуçланни. Туйсарăмĕ пекех Ахунăн чĕлхи пуян, тахăш тĕлте чăтма çук пылак. Персонажсен çаксенчен кирĕк хăшĕ умĕнче пултăр: турă, патша, хĕвел, хăвалăх, Аçтаха – сави пит яка.  Язычество (анимизм) ăс-хакăлĕ тăрăх çырнă хайлавра – ăрăм, вĕрÿ-суру чĕлхи, тата ытти илĕртмĕшсем нумай, поэт хавхипеле вĕсем рафинад евĕр пулнă. Ăс-хакăл енчен, ĕлĕкхи (хăшĕ пĕри киревсĕр (тĕсл. хулăм)) йăласене сахăрлассинчен ытла нимех те вĕренес çук: тĕп вырăнта – вăй, вăй çук пулсан – чеен йăпăлтатни. Çакăн пек наянлăх палăрни, тен, чăваш халăхĕн юмахĕ мар, хайлав авторĕн тавракурăмĕпе çыхăннă пулăм-тăр.


Валем Ахун


Юртсам , Юртсам , Пăланăм…

(Халăх Халапĕсем Тăрăх Хывнă «Улăп» Эпосран)

Sijen1• Суясене пуççапни
• Ăрăм

Çеçенхирсем тăрăх пăлан юртать,
Ука çилхи çилпе ун явăнать.
Ылтăн мăйраки ниçта перĕнмест,
Кĕмĕл чĕрни çĕре ун сĕртĕнмест.
Асаттесен, ватă халапçăсен,
Ĕмĕрхи те юррăн, ай, ăстисен,
Чĕлхи-çăварĕ пĕртте такăнмасть,
Тăмра кĕвви нихçан та татăлмасть.
Юртсам, юртсам, пăланăм, çеçенпе,
Çилхÿ сан вылятăр кăваках çилпе.
Янра, тăмрам, янра! Тăван халăхна
Каласа парсам авалхи халапна.
Чăн тÿпере, çÿлте, пĕрхĕт çиçет.
Пĕрхĕт хыççăн ман шухăшăм вĕçет.
Чечен хирпе йăлттам пăлан юртать,
Йăлттам пăлан хыççăн юррăм юхать.


Пĕлĕтпе çĕр хăрăнсан,
Тусем-шывсем шавласан,
Çакă аслă çĕр çинче,
Кăвак, кăвак ту енче,
Пĕр пысăк йăх палăрать,
Пĕр хастар йăх йышланать.
Пурăнсан та пурăнсан,
Çулсем хыççăн çул иртсен,
Çак йăхран тухать, тет, хун —
Тивлет ятлă аслă хун.
Унăн выльăх-чĕрлĕхне
Кăларман никам суса,
Унăн çĕрĕн анлăшне
Тухайман никам утса.
Аслă турă, пиллесе,
Тăнă ăна мул парса.
Пихампарĕ — шурă кашкăр,
Тăнă ăна упраса.


Тивлет те хуна савса-ырласа,
Тивлет те хуна савса-мухтаса,
Çыннисем çапла, ай, юрланă, тет,
Халăхĕ çапла сăвăланă, тет:
— Туран тăва, ай-хай, çÿреççĕ
Хунăнах та ула учĕсем,
Çаранран çарана çÿреççĕ
Хунăнах та сарă тĕвисем.
Хунăнах та хура вăкрисем
Чĕрнисемпе тусем ватаççĕ,
Мăйракипе çерем хиреççĕ. —
Сыпăкран та сыпăка
Хунаса та ĕрчесе,
Йăхран йăха пĕрлешсе,
Кÿршисемпе килĕштерсе
Тивлет хун пурăннă, тет.
Тăшман килсе тапăнсан —
Хун хÿттийĕ витнĕ, тет.

Хунăн пулнă виçĕ ывăл,
Виçĕ паттăр, виçĕ ывăл.
Виççĕшĕ виç йăвапа
Пурăннă вĕсем шăкăлтатса,
Хăйсен йышĕсемпе чăмăртанса.
Анчах вĕсен пĕрин те
Телей тени пулман, тет —
Йăх тăхăмĕ пÿрмен, тет.
Пĕр ывăл та пулман, тет.
Çавăнпа та Тивлет хун,
Ватă пуçлă Тивлет хун,
Питĕ пăшăрханнă, тет.
— Ăмăрткайăксем те чĕпĕ кăлараççĕ,
Хирти тилĕсем те çурисене ÿстереççĕ.
Курăк хушшипе шуса çÿрекен
Çĕлен-калта та çулсеренех çăвăрлать.
Пурин те йăхĕ тăсăлать.
Ман çав тери сумлă йăхăм
Виçĕ ывăллах татăласшăн,
Пĕрин те ывăл ача çук…
Мĕнле айăпа пула ман паттăр йăхăм
Ĕмĕрлĕхе типсе хăрмалла-ши?
Виççĕшин те виçшер хĕр,
Пĕрин ывăл пĕрчи çук.
Аслă турра çиллентертĕм-ши?..
Пÿлĕхе эп çиллентертĕм-ши?..
Кепе турра эп хисеплемерĕм-ши?..
Пурне те чунтан эп хисеплетĕп,
Киреметре çулсерен, турăсенĕн ячĕпе,
Ырăсене асăнса, чун паратăп…
Мĕн пулчĕ-ши йăхăма,
Мĕн çитрĕ-ши пуçăма?!. —
Тесе Тивлет хуйхăрнă,
Ним те тăва вăл пĕлмен.
Ывăлĕсем те аслă хунăн
Ялан çунса çÿренĕ, тет.
Арăмĕсен пилĕкĕсене вĕсем,
Халăх умĕнче намăс кăтартма,
Сарлака хура пÿçыххисем çыхса янă, тет.

Пĕррехинче Тивлет хун тĕлĕнмелле тĕлĕк курать иккен. Тĕлĕкĕнче ана Аслă турă ак çапла калать пулать:
— Хушса яр-ха эсĕ, Тивлет хун,
Хăвăн кĕçĕн кинÿне
Кăвак шывăн хĕрринчи
Авалхи мăн аслаçусен
Таса тăприйĕ патне —
Турăсене пуççапса,
Ырăсене асăнса,
Çичĕ кун та çичĕ каç
Куççуль тăкса кĕлтума.
Çакăн хыççăн тин санăн,
Тăхăр уйăх çитсессĕн,
Кĕçĕн кинÿ-пикеçÿ
Сумлă тăхăмна çуратĕ,
Улăп ача çуратĕ.
Çав ача пулĕ, Тивлет хун,
Санăн йăхна ĕмĕрлĕхе тăсаканĕ,
Çĕрне-шывна, халăхна
Упраканĕ, сыхлаканĕ.
Чĕри унăн — тинĕс пулĕ,
Куçĕ унăн çăлтăр пулĕ.
Çитмĕл те çичĕ ту çинче
Улăпăн алли пулĕ.
Çитмĕл те çичĕ тинĕс уттинче
Улăпăн утти пулĕ, —
… Хайхи вара Тивлет хун,
Аслă Тенкĕр каланă пек,
Хăйĕн кĕçĕн пикеç-кинне
Авалхи паттăр мăн аслашшĕсен
Кăвак шывăн хĕрринчи
Таса тăприйĕ патне кайса,
Турăсене пуççапса,
Ырăсене асăнса,
Кĕлĕ тума хушрĕ, тет.
Çичĕ кун та çичĕ каç
Пикеç кин кĕлтурĕ, тет.
Паттăр мăн асаттесен
Таса тăпри умĕнче,
Аслă турăпа ун çумĕнчисене
Пуççапса, ырăсене асăнса,
Пăятамăшĕ хушнă пек
Куççуль тăкса кĕлтурĕ, тет.
Çичĕ кун та çичĕ каç
Пирĕн пикеç сарă кин
Паттăр мăн асаттесен
Таса тăпри умĕнче,
Аслă турăпа ун çумĕнчисене
Ÿке-ÿке пуççапса, ырăсене асăнса,
Пăятамăшĕ хушнă пек
Куççуль тăкса кĕлтурĕ, тет.

… Кун хыççăн кун иртнĕ,
Тăхăр уйăх та çитнĕ.
Пĕрре çапла ирпелен,
Чечеклĕ илемлĕ шăматкун,
Хĕвел выляса тухнă чух,
Кĕçĕн хунăн чатăрĕнче,
Кăвак шывăн хĕрринче,
Ача сасси илтĕнет.
Тивлет хунăн çĕрĕнче
Улăп ача çуралать.
Çийĕнчех, тет, çак хыпар
Тĕнче тăрăх саланать.
Çак хыпара илтсессĕн,
Çĕр çийĕпе чупан чĕрчунсем,
Çÿлте вĕçен кайăксем
Пурте хавасланнă, тет.
Тивлет хунăн çĕрĕнче
Улăп çуралнă ятпа
Çичĕ кун уяв пулнă, тет.

Хун халăхĕ савăннă, тет,
Çÿлти хĕвел — çĕр хевти —
Йăл-йăл кулса тăнă, тет.
Патвар çитĕннĕ, тет, Улăп,
Паттăр çитĕннĕ, тет, Улăп —
Тивлет хуна шанчăк парса,
Хăй халăхне савăнтарса.
Пилĕк çула çитсессĕн вăл,
Сăсар çĕлĕк тăхăнса,
Урхамахне утланса,
Çивĕч сăннине тытса,
Сунара тухса кайнă, тет,
Ту вăкăрĕ тытса килнĕ, тет,
Халăхне тĕлĕнтернĕ, тет.
Çичĕ çула çитсессĕн —
Çич çулхи ăйăрăн пилĕкне,
Çĕлен пек ăйăрăн пилĕкне,
Утланса вăл хуçнă, тет.
Тăхăр çула çитсессĕн —
Тăхăр çулхи вăкăрăн,
Чи те хаяр вăкăрăн,
Мăйракине хуçнă, тет.
Вуник çула çитсессĕн
Чурăс йăхсен паттăрне,
Вылямалла кĕрешсе,
Çÿл ту урлă ывăтнă, тет.
Çирĕм çула çитсессĕн —
Арçын пулса çитсессĕн,
Вăйне ниçта хураймасăр,
Пĕлĕт çÿллĕш тусенне,
Хĕссе, шывне пăрнă, тет.

Пурăннă çак çĕр çинче,
Алама çĕршывĕнче,
Пĕр куçлă, элес-мелес хапаллă,
Тискер чунлă çăткăн Алтăркуç.
Пĕр куç анчах пулин те,
Хăй вăл таçти-таçтине курнă.
Хырăмне унне, пĕрре çинĕ чухне,
Çитмĕл вăкăр, вăтăр касмăк шерпет кĕнĕ.
Алама çĕршывĕнчи пĕтĕм халăх
Çав Алтăркуçшăн ĕçлесе пурăннă,
Çав Алтăркуçа тăрантарнă.
Алтăркуçа Алама çĕршывĕнче хуçа пулса
Пурăнни кăна çитмен, Улăп-паттăр
Çĕрне-шывне туртса илес шухăш
Пырса кĕнĕ ун пуçне.
— Малашне Улăп-паттăр ман кĕтÿçĕ пултăр,
Ман кĕтĕве кĕттĕр!
Мана вăйлă кĕтÿçĕ кирлĕ, —
Тесе ахăрашма пуçланă.
Улăп, çак сăмахсене илтсен, хăнк та туман.
— Алтăркуçăн кĕтÿçи пулас çук,
Ятăма та варлас çук.
Çав эсрелтен хăраса, кут тивертсе тарас çук.
Тытăçассу килсессĕн,
Атя, тух хир варрине, — тенĕ Улăп-паттăр
Алтăркуçа хирĕç.
Çапла каланă та Улăп
Çеçенхир варрине тухса тăнă.
Леш Алтăркуç килсе çитнĕ-çитмен
Тытăçса ÿкеççĕ хайхисем.
Пĕрне-пĕри лăскаççĕ,
Пĕрне-пĕри хĕсеççĕ,
Вăрри-варри çаврăнаççĕ
Çеçенхирĕн варринче.
Кĕрешсен-кĕрешсен, лутăркансан-лутăркансан,
Улăп-паттăр, пĕтĕм вăйне пухса,
Хытă кăна çатăрласа хĕссе,
Алтăркуçа, вăртах йăтса,
Пĕлĕтелле çĕклет.
Пăшăл! персе тухать Алтăркуçăн шăршлă сывлăшĕ.
Çав шăршлă сывлăшра кăна
Пулнă иккен Алтăркуçăн вăйĕ.
Улăп вара пĕр куçлă элес-мелесе,
Мунчала пек силлесе,
Çичĕ тинĕс леш енне вăркăнтарнă тарăхса.

Улăп çирĕм тултарсан, аслă хун хăйĕн тăхăмне пĕррехинче умне тăратрĕ, тет те, çапла каларĕ, тет:
— Куран куçăм — курми пулчĕ,
Çăлтăр тĕлне пĕлми пулчĕ.
Утан урам —утми пулчĕ,
Йăранине пусми пулчĕ.
Тытан аллăм тытми пулчĕ,
Ух йĕппине туйми пулчĕ.
Пĕлен ăсăм — пĕлми пулчĕ,
Хир-хир тăрăх вĕçми пулчĕ.
Тăр ман ума — пехиллем,
Пуçна тытса мерченлем.
Ăс илемĕ – чĕлхÿ пултăр,
Чун илемĕ — чĕрейÿ пултăр.
Хĕç илемĕ — хевтÿ пултăр,
Куçу инçете куртăр.
Чĕрÿ ырра туйтăр.
Аллу çирĕп пултăр,
Хĕçÿ çивĕч пултăр.
Ăсу тăтăх пулсан — аслаçу юратĕ,
Пĕлĕвÿ нумай пулсан — аçу юратĕ.
Чĕрейÿ хитре пулсан—аннÿ юратĕ,
Хĕçÿ çирĕп пулсан — йышу юратĕ.
Пурте пĕрле пулсан—халăху юратĕ.
Кун тухăçĕ енчен
Çичĕ пуçлă аçтаха килĕ:
Пĕр сăннипе çĕре çурĕ,
Тепĕр сăннипе пĕлĕте çурĕ.
Эс ан хăра, ан чĕтре —
Хирĕç тăр, сăннине хуç.
Кун анăçĕ енчен
Хура вăкăр килĕ.
Пĕр мăйракипе çĕре çурĕ,
Тепĕр мăйракипе пĕлĕте çурĕ.
Эс ан хăра, ан чĕтре —
Хирĕç тăр, мăйракине хуç.
Кăнтăр енчен
Ула услан килĕ:
Пĕр шăлĕпе çĕре çурĕ,
Тепĕр шăлĕпе пĕлĕте çурĕ,
Эс ан хăра, ан чĕтре —
Хирĕç тăр, шăлне хуç.
Çурçĕр енчен
Хура упа килĕ:
Пĕр чĕрнипе çĕре çурĕ,
Тепĕр чĕрнипе пĕлĕте çурĕ.
Эс ан хăра, ан чĕтре —
Хирĕç тăр, чĕрнине хуç.
Тăван çĕрÿ — вăйне патăр,
Тăван шыву — халне патăр.
Вăйлисене вăйупа лăплантар,
Чейисене — чеелĕхÿпе лăплантар.
Ăслисене — ăсупа тĕлĕнтер,
Хаяррисене — хаярлăхупа çĕнтер.
Шăнăрлисем — шăмăланаççĕ,
Аяк пĕрчиллисем — ÿтленеççĕ.
Ураллисем — ураланаççĕ,
Алăллисем — тытакан пулаççĕ.
Ĕрчевлисем — ĕрчеççĕ,
Йăхне малалла тăсаççĕ.

Санăн та, паттăр тăхăмри, ĕрчеме вăхăт çитрĕ пулĕ. Хăвна юрăхлă мăшăр тупмалла пулĕ. Акă сана вунçич патмана таякан пăлатпа тунăран тунă ухă. Карăнтар та пĕккине кăмăлу туртнă еннелле уххине вĕçтерсе яр. Ухă вĕçсе кайнă енче сан, юратнă тăхăмăм, савнă мăшăру пулĕ.
Персе ячĕ, тет, вара пирĕн Улăп хăй уххине карăнтарса, юрлаттарса. Унтан, утне утланса, хăй тетĕшĕсене, хăй çыннисене ертсе, уххине шырама тĕнче тăрăх, сăрт-сăрт урлă тухса кайрĕ, тет.
Улăп уххи инçете-инçете, пĕр çеçенхир варрине, илемлĕ кăна чатăр умне, вĕçсе пырса тăрăнчĕ, тет. Ку вăл çак çĕршыв хуçин — Тала патшан — чатăрĕ пулнă иккен.
Ухă янăранине илтсен, чатăртан патшан кĕçĕн хĕрĕ чупса тухать.
— Аттем, аттем, — тет вăл, — пирĕн чатăр умне ухă вĕçсе килчĕ. Мĕне пĕлтерет-ши ку? — тесе ыйтать.
— Сан телейÿ вăл, пепкем. Хăтана килесси пур, хĕрĕм. Хатĕрленес пулать, — тет Тала патша хăйĕн кĕçĕн хĕрне.
— Йĕкĕт пулсан—паттăр пулĕ,
Кайăк пулсан — кăйкăр пулĕ.
Ухă тесен — çăмăл пулĕ.
Тапнă çĕрте — çăл пулĕ,
Ларсан — ту-сăрт лапчăнĕ,
Таянсан—вăрман йăванĕ.
Чунĕ-юнĕ вут пулĕ,
Çич арăслан халлă пулĕ.
Ут тесессĕн — йĕвен кирлĕ,
Хĕр çитĕнсен — мăшăр кирлĕ.
Çавă пулĕ паттăру,
Савă пулĕ мăшăру.
Кăмăлĕ ун юмарт пулĕ,
Çиллентерсен кăра пулĕ.
Тăваншăн — тăван пулĕ.
Тăшманшăн вăл хĕç пулĕ.
Çакăнтан вара çĕр çинче
Сыпăкран сыпăка ĕрчесе.
Иксĕртен вара çĕр çинче,
Сыпăкран сыпăка хунаса,
Кайĕ Улăпсен тăхăмĕ. —

… Çичĕ кун та çичĕ каç юрттарать Улăп çил пек урхамахне хăйĕн уххи вĕçнĕ еннелле. Хир-хир урлă, сăрт-сăрт урлă каять. Кайсан-кайсан, хайхи аслă улăх варринче кĕтÿ кĕтсе çÿрекен пĕр пысăк йăх патне пырса тухать. Пăхать: ун уххине пĕр çав тери çÿллĕ те чаплă, тĕрĕллĕ чатăр умĕнче, лăпăс-лапăс ватă карчăк тытса тăра парать. Çÿçне-пуçне пуçтарман, тет, хăй, килпетсĕр. Улăп çак карчăк умне сиктерсе пырать те, учĕ çинчен анса, виçĕ хутчен çăкăнса, ваттисен йăлипе çапла калать:

— Хир-хир урлă ухă петĕм,
Чипер чĕкеç куçне тивертрĕм.
Эпĕ, Улăп паттăр, çав чипер чĕкеçе
Илсе кайма килтĕм, — тет.
Ватă карчăк Улăпа хирĕç:
— Хир-хир урлă ухă килчĕ,
Манăн куçа тивейрĕ.
Эпĕ ĕнтĕ, Улăп, санăн «чĕкеçÿ»,
Эпĕ пулăп санăн мăшăру, —
тесе яваплать.
Улăп ватă карчăка хирĕç вара:
Ухă пересси—пирĕн йăли,
Эпĕ унран иртеймĕп.
Ухă тивни — мана пÿрни,
Эпĕ унран иртеймĕп.
Ухă тивни — Аслă атте пехиллени,
Эпĕ унран иртеймĕп, — тет.

Паттăр Улăп çапла каласанах, леш килпетсĕр ватă карчăк уйăх та хĕвел сăн-питлĕ, çĕмĕрт пек хуп-хура куçлă, пилĕк таран çивĕтлĕ, тухьяллă та тенкĕллĕ, ĕнчĕ-мерчен пушмаклă пикеç хĕре çаврăнать. Патша çыннисем тухрĕç, тет те, чатăр алăкĕ умне, Улăппа ун тетĕшĕсене пуç тайса, кĕрекене ларма чĕнчĕç, тет.
Виçĕ кун хушши Улăп тăванĕсемпе çыннисем çак сумлă йăхăн патши патĕнче хăнара пулчĕç, чаплă туя хăçан тăвасси пирки калаçрĕç. Туй пуласси çинчен элем вĕлкĕштерсе çÿресе, тĕнчене хыпарларĕç.
Виçĕ уйăх иртсен, Тала патшапа Тивлет хун çыннисем туя пуçтарăнчĕç. Улăп туйĕн пуçĕ çитмĕл те çичĕ юрăллă, çитмĕл те çичĕ кĕвĕллĕ сăмахне каласа, аслă патша хăтаран ирĕк илсе, туй йĕркине пуçларĕ.

Аслă Тала патша, тав сире!
Саламалик! Тав сире!
Пуçăмăрсене çĕре çити таятпăр,
Тивлет хунăн саламне,
пехилне паратпăр.
Саламалик! Тав сире.
Ĕçетре, çиетре, вылятра, кулатра.
Пире хапăл тăватра?
Пире кĕтсе тăратра?
Хапăл тусан — виçĕ утăм малалла,
Хапăл тумасан — виçĕ утăм каялла.
Хапăл-и пире, ваттисем, туя тытса çÿрекенсем?
Хапăл-и пире, çамрăксем, çĕр кисретсе çÿрекенсем?
Хапăл-и пире, вĕттисем, пăчисем —
Патак утланса çÿрекенсем?!
Асăнни вуник кун, тухни вунă кун,
Асăннă кун тухаймарăмăр,
Тухнă кун çитеймерĕмĕр:
Çулĕсем хура пулчĕç,
Шывĕсем-шурĕсем сарлака пулчĕç,
Сăрчĕсем-тăвĕсем çÿллĕ пулчĕç.
Урхамахсем ывăнса çитрĕç,
Туй ачисем япăхса кайрĕç.
Çитеймерĕмĕр вăхăта —
Айăп ан тусамччĕ, аслă хăта!
Эпир сирĕн пата, аслă хăта,
Çĕрпе пĕлĕт хушшинчен килтĕмĕр.
Çĕрпе пĕлĕт хушшинчен килнĕ чухне
Çитмĕл çухрăм сĕм вăрман урлă каçрăмăр,
Икçĕр çухрăм çеçенхир тăрăх тухрăмăр.
Çитмĕл çухрăм сĕм вăрман урлă каçнă чухне
Пĕр пăлана тĕл пултăмăр.
Мăйраки вĕçĕсем унăн ылтăн,
Чĕрни вĕçĕсем унăн кĕмĕл,
Хÿри вĕçĕ унăн шур кăлкан.
Мăйракипе шăварать — йĕр тăвать,
Йĕркипеле пусать — çул тăвать.
Эпир, аслă хăта, çак туя
Çав пăланăн çулĕпе килтĕмĕр.
Икçĕр çухрăм çеçенхир тăрăх килнĕ чухне
Тĕл пултăмăр пĕр аслă юханшыв:
Пĕр енчен пăхсан — хăйăрлăх,
Тепĕр енчен пăхсан — хăмăшлăх.
Хăйăрлăх енче пулли вылять,
Хăмăшлăх енче кайăкĕ юрлать.
Пăхсан — шывни тĕпĕ курăнать.
Çăвăнсан — вăй-хал хушăнать.
Çав юханшыв хĕрринче кантăмăр:
Урхамахсене шăвартăмăр,
Пит-куçа çуса тасалтамăр.
Хăйăрлăх урлă уттарса каçрăмăр,
Хăмăшлăх урлă иштерсе каçрăмăр.
Паян ак сирĕн пата çитрĕмĕр.
Сирĕн умăра тăтăмăр,
Пуçăмăрсене тайрăмăр.
Çитмĕл çухрăм сĕм вăрман урлă каçнă чухне
Перĕнтĕмĕр çÿллĕ ту чакăлне.
Çав çÿллĕ ту тăрринче,
Урлă-урлă çул çинче,
Çичĕ пуçлă хура çĕлен куртăмăр.
Хăй вара асар-писер тискер:
Сăнĕ çук, пичĕ çук, чашкăрса выртать.
Урлă сиктерес терĕмĕр — сиктереймерĕмĕр,
Тавран çаврăнас терĕмĕр — çаврăнаймарăмăр.
Çулĕ питĕ инçе пулчĕ,
Çитмĕл çухрăм çаврăнмалла пулчĕ.
Юрать-ха пирĕн çумра
Çичçĕр патманаллă чукмар пулчĕ.
Эпир вара çав çĕлене —
Çичĕ пуçлă асар-писере,
Кут айĕнчи минтер пекех çемçетрĕмĕр,
Çичĕ пуçне йăлтах ислетрĕмĕр.
Çитмĕл çухрăм сĕм вăрман урлă каçнă чухне
Пĕр ватă юман айĕнче ларакан ватă çынна
тĕл пултăмăр:
Шурă сухалĕ унăн чĕркуççи таран.
Шурă çÿçĕ унăн хул калакĕ таран.
Хăй çав тери ăслай,
Хăй çав тери вичкĕн.
Тĕнче ăсне пухнă нуль,
Тĕнче хайлине пухнă пуль.
Тăмрине калать,
Юррине юрлать,
Авалхи çинчен
Халапне ярать.
Эпир ун умне чарăнса тăтăмăр,
Пуçсене тайса Саламалик каларăмăр.
— Асатте, — терĕмĕр, — эпир хамăрăн
Юратнă аслă хăта патне туйпа
Каятпăр, — терĕмĕр. — Инçе-ши-ха
Хăта килне çитме? — терĕмĕр.
Вăл пире юррипе пехиллерĕ,
Вăл пире халапĕпе тĕлĕнтерчĕ.
— Хăтăр патне çитме çак сĕм
Вăрман урлă каçсан, тата
Икçĕр çухрăм çеçенхир урлă каçмалла, —терĕ.
Çитмĕл çухрăм сĕм вăрман урлă каçсассăн,
Тĕл пултăмăр пĕр йывăç:
Аякран пăхсан — хуран курăнать.
Патне пырсан — шуррăн курăнать.
Çÿлелле пăхрăмăр та пĕр йăва куртăмăр:
Улăхса пăхрăмăр та —
Пĕлеймерĕмĕр мĕнле кайăк йăви иккенне.
Мĕнле кайăк йăви пулчĕ-ши?
Мăшăрлă кайăк йăви пулчĕ пуль,
Мерчен кайăк йăви пулчĕ пуль.
Çитмĕл çухрăм сĕм вăрман урлă каçсассăн
Тĕл пултăмăр çаранлăх —
Çаранлăхра çырлалăх.
Çаранлăха эпир
Тăрланă утсене уçăлма ятăмăр,
Туй каччисене-йĕкĕтсене
Çырла çиме хушрăмăр.
Пирĕн туй учĕсем
Çав çăрана çулнă пекех якатрĕç.
Туй ачисем-йĕкĕтсем,
Хура çырла çие-çие,
Шап-шурă шăлĕсене хуратрĕç.
Каннă утсене утлантăмăр та
Тухрăмăр аслă çеçенхире.
Çеçенхирпе кайсан-кайсан,
Тĕл пултăмăр çунатлă урхамах.
Пуçĕпе пĕлĕте кăшт кăна тивеймест,
Урисемпе çĕре вăл пĕрте перĕнмест.
Хÿри унăн çĕр çипе вĕлкĕшет,
Çилхи унăн пĕлĕт айĕнче вăрман пек шăхăрать.
Шыв пек юхать, çил пек вĕçет,
Утни-чупни сисĕнмест.
Çав урхамах йĕрĕпе килтĕмĕр.
Икçĕр çухрăм çеçенхир урлă каçнă чухне
Тĕл пултăмăр пĕр пысăк кÿлĕ.
Çав çавра кÿлĕ варринче ылтăн юпа ларать,
Ылтăн юпа тăрринче — ăмăрткайăк кăрлатать.
Сăмси унăн ылтăн,
Чĕрнисем унăн — кĕмĕл,
Куçĕ мерчен, хÿри кăлкан.
Çăварĕпе кĕвĕ калать,
Çунаттипе çупать, урипе ташлать,
Эпир çавăн кĕввипе килтĕмĕр.
Йăвинче унăн чĕпписем пур,
Чĕппи пуршăн савăнать.
Эпир те, аслă хăтамăр,
Хамăрăн йĕкĕте мăшăрлă тăвасшăн,
Çав ăмăрткайăк пекех
Чĕпĕллĕ тăвасшăн.
Икçĕр çухрăм çеçенхир урлă каçнă чухне
Тĕл пултăмăр анлă хăмăшлăх.
Пĕр енне тайăлать — юрă юрлать,
Тепĕр еннелле тайăлать — кĕвĕ калать.
Пĕр енне пăхсан — савăнать,
Тепĕр енне пăхсан — хурланать.
Çав хăмăшлăх пире çапла каларĕ:
— Мана ялан касаççĕ, сăрнай тăваççĕ,
Хам ялан хунав яратăп, ÿссе пыратăп.
— Мĕне пĕлтерет çавă? — тет.
— Хĕрсем качча кайни! —терĕмĕр эпир.
Икçĕр çухрăм çеçенхир урлă каçсассăн
Курах кайрăмăр аслă хăтан тĕрек керменне.
Ун йĕри-тавра çÿллĕ чул хÿме,
Ун йĕри-тавра çап-çут кÿллисем.
Тĕрĕллĕ хапхисем тăват юпаллă,
Виçĕ ал ăнлă, виçĕ тыткăçлă.
Юписем тимĕртен, хăмисем — пăхăртан,
Тăпсисем йĕсрен, тыткисем — ылтăнран.
«Уçăл» тесен — уçăлать,
«Хупăн» тесен — хупăнать.
Çав виçĕ алăкĕнчен пĕр алăкне
Пире уçса кĕме ирĕк пулмĕ-ши?
Саламалик калатпăр,
Пуçăмăрсене таятпăр,
Ирĕк парасса шанатпăр.
Аслă хăтан тĕрек картишĕ
Питĕ те пысăк иккен:
Тăршшĕ — çĕр тăхăрвун хăлаç,
Урлăшĕ — çĕр утмăл хăлаç.
Çĕр тăхăрвун хăлаç тăршшĕнче çĕр тăхăрвун юпа,
Кашни юпинче тăхăр ункă,
Çав илемлĕ йĕс ункăсенчен
Пирĕн урхамахсене кăкарса кантарма
Пуç тайса ирĕк ыйтатпăр,
Ирĕк пуласса шанатпăр.
Çак хăтанăн тĕрекĕ варринче
Çичçĕр çитмĕл пĕренерен пуранă
Чаплăран та чаплă кермен пур иккен.
Унăн умне çĕр çитмĕл çич хăмаран
Сар картлаçлă пусма тунă иккен.
Пусмисем çине пулас кин тĕртнĕ
Çичĕ тĕслĕ паласне сарнă иккен.
Тĕртнĕ иккен ăна—тĕве çăмĕнчен,
Тĕррисене çыхнă — кăтат çиппинчен.
Пикеç кинĕн çав паласĕ тăрăх утса
Кермене кĕме пире ирĕк пулмĕ-ши?
Пуçăмăрссне таятпăр,
Ирĕк пуласса шанатпăр.
Аслă хăтан керменĕ питĕ чаплă иккен:
Тултан пăхсан — пил шăмми пек ялтăрать,
Шалтан пăхсан—кăтат шăрçи пек, куçа шартарать.
Унăн сап-сарă урайне
Çĕр тăхăрвун тăхăр палас сарнă иккен.
Çав çĕр тăхăрвун тăхăр палас çинче
Юха-юха ташлама, аслă хăтана мухтама,
Ярпайăнса ухăнма, Тивлет хуна мухтама
Пире ирĕк пулмĕ-ши?
Эпир ыйтмастăр,
Хĕр илме килнĕ хун-йĕкĕт ыйтать.
Ирĕк пуласса шанатпăр,
Пуçăмăрсене таятпăр.
Çак хăтан керменĕнче
Çĕр сакăрвунă сакки пур иккен.
Çав çĕр сакăрвунă сакки çине
Пире те ларса канма
Ирĕк пулмĕ-ши?
Вĕçсе пыран ăмăрткайăк та
Ту çине ларса канать.
Чупса пыран пăлан та
Курăк çине выртса канать.
Юртса пыран урхамах та
Вăхăт çитсен чарăнса канать.
Эпир те çапла канасшăн
Аслă хăта кил-çуртне мухтасшăн,
Çак аслă хăтанăн керменĕ варринче
Пире кĕтĕн кĕреки пур иккен,
Туйсарăмĕ çине сăйне-симне лартнă иккен.
Пирĕн туй ачисене хăналама
Сăйне-симне лартнă иккен.
Пирĕн хаклă хăта,
Çак вăйлă туя хатĕрленсе,
Çичĕ çулхи хĕрлĕ вăкăрне çитĕнтернĕ.
Çичĕ çулта вăл çичĕ кун картара тăрса курман.
Кунĕн-çĕрĕн çаран тăрăх
Ирĕкре ашса-çисе çÿренĕ.
Пуçĕ ун Ылтăн тăвĕ çийĕнче пулнă.
Хÿри ун Сарă шыв хĕрринче пулнă.
Ылтăн мăйракисен хушшине —
Чĕкеç виç кун вĕçмелĕх,
Ÿчĕн-пĕвĕн тăрăшшĕ —
Сăсар эрне сикмелĕх.
Вăл çичĕ çулта çиччĕ киле таврăнман,
Кăçал пирĕн йĕкĕт телейне
Вăл килне таврăннă.
Кĕçĕн алăкран кĕрес тенĕ —
Кÿлепине кĕреймен.
Хапхаран кĕрес тенĕ —
Мăйракисем кĕреймен.
Вара ăна пирĕн хаклă хăта
Çичĕ паттăра нимĕне чĕнсе,
Аслă улăхра тăлласа пăрахса,
Пуçлăхсемпе пусарса,
Ырăсене асăнса,
Ылтăн çĕçĕпе пустарнă.
Какайĕ ун тухнă çичçĕр чан,
Çăвĕ пулнă виççĕр чан.
Çакă та аслă хăта,
Пире те сума суса,
Ырăсене асăнса,
Çав вăкăр какайне вĕçерттернĕ.
Пирĕн туй халăхне сăйлама
Туйсарăмĕ çине лартнă.
Çак вăйлă туя хатĕрленсе,
Пирĕн юратнă хăта
Çичĕ çулхи такине çитĕнтернĕ.
Вăл çичĕ çулта çичĕ кун кĕтĕве кайман,
Çичĕ каç картара выртман.
Улăхран улăха ашна,
Сăрт çинчен сăрт çине сике-сике каçнă.
Пуçĕ ун Ылтăн ту çийĕнче пулнă,
Хÿри ун Сарă шыв хĕрринче пулнă.
Кĕмĕл мăйракисен хушшине —
Чĕкеç ик кун вĕçмелĕх,
Ÿчĕн-пĕвĕн тăрăшшĕ —
Сăсар эрне сикмелĕх.
Вăл çичĕ çулта çиччĕ киле таврăнман,
Кăçал пирĕн йĕкĕт телейне
Вăл килне таврăннă.
Кĕçĕн алăкран кĕрес тенĕ —
Кÿлепине кĕреймен.
Хапхаран кĕрес тенĕ —
Мăйракисем кĕреймен.
Вара ăна пирĕн хаклă хăта
Виçĕ паттăра нимĕне чĕнсе,
Аслă улăхра тăлласа пăрахса,
Пуçлăхсемпе пусарса,
Ырăсене асăнса,
Кĕмĕл çĕçĕпе пустарнă.
Какайĕ ун тухнă виççĕр чан,
Çăвĕ пулнă çитмĕл чан.
Çакă та аслă хăта,
Пире те сума суса,
Ырăсене асăнса,
Çав така какайне пĕçерттернĕ.
Пирĕн туй халăхне сăйлама
Туйсарăмĕ çине лартнă.
Çакă чаплă туя хатĕрленсе,
Пирĕн юратнă хăта тăхăрçĕр кăвакал пустарнă.
Çич çул вĕсем картин-картин çÿренĕ:
Çич çул çĕре анса курман,
Çич çул шывран тухса курман.
Кÿлрен кÿлĕ шыраса
Мăнтăрланса çÿренĕ.
Кăçал вĕсем пирĕн йĕкĕт телейне
Хата килне таврăннă.
Вĕсене пирĕн чаплă хăта, паттăрĕсене
Аслă нимĕне пухса,
Ырăсене асăнса,
Пăлат çĕçĕсемпе пустарнă.
Кашни туй çынни палли
Кĕмĕл тирекĕсем çине
Пĕрер кăвакал хуртарса,
Туйсарăмĕ çине лартнă.
Çак виçĕ тĕрлĕ аш-пăша
Асаттесен йăлипе
Тутанайса пăхмашкăн
Пирĕн халăха ирĕк пулмĕ-ши?
Пуçсене тайса ыйтатпăр,
Ирĕк пуласса шанатпăр.
Çакă ырă хăта
Аслă хĕрĕн чаплă туйĕ валли,
Паянхи сумлă туй валли
Сапи-сапипе йÿçĕтсе,
Шурă кăпăкла сăра туна иккен,
Хăймаллă та сăра тунă иккен.
Пĕр алтăр ĕçсен — урана каять, тет,
Ик алтăр ĕçсен — пуçа каять, тет.
Виç алтăр ĕçсен — юрлаттарса ярать, тет.
Çакă ырă хăта
Паянхи сумлă туй валли,
Паянхи аслă туй валли,
Вуникĕ çул пухнă тĕлĕнчен
Сим пылпа шерпет хатĕрленĕ иккен,
Туйсарăмĕ çине лартнă иккен.
Симне ĕçсен, чечек тути калать, тет,
Шерпетне ĕçсен, иçĕм тути калать, тет.
Çакă аслă хăтан пахчинче
Çичĕ тĕрлĕ çимĕç йывăççи пур.
Кашин çимĕçĕ çитмĕл те çичĕ тепре пиçет,
Кашни çимĕçĕ çитмĕл те çичĕ туратра ÿсет.
Паянхи туя хатĕрленсе,
Пирĕн сумлă хăта
Çав çимĕçе пухтарнă,
Туйсарăмĕ çине ларттарнă.
Пĕр тĕрлĕ çимĕçне тутансан —
Тутлăн калаçмалла,
Тепĕр тĕрлĕ çимĕçне тутансан —
Выляса кулмалла.
Çак чаплă хăтан пахчинче
Шĕшкĕ йывăççи пур иккен:
Тăррипе вăл пĕлĕте перĕнет,
Хулăнăшĕпе — тăхăр ытама кĕмест,
Турачĕсемпе хăта керменне хупăрлать.
Кашни турачĕ çинче пакша сикет,
Кашни çулçи çинче кайăкĕ юрлать.
Пакшийĕсем çунатлă —
Туратран турата сикеççĕ.
Сарă мăйăр йăтаççĕ.
Кайăкĕсем мăшăрлă,
Çавра, çемçе йăваллă,
Йăва тули чĕпĕллĕ.
Туй туса ĕшенсен,
Ташласан-ташласан,
Çав шĕшкĕ анне ларса уçăлма,
Хаваслă кайăксен юррипе киленме
Пире ирĕк пулмĕ-ши?
Пуçсене тайса ыйтатпăр,
Ирĕк пуласса шанатпăр.
Çакă аслă хăтан пахчинче
Сарă чăрăшран касса пуранă
Шурă мунча пур иккен.
Чулĕ унăн мерчен,
Куркисем — ылтăн,
Валашкисем — кĕмĕл,
Милĕкĕсем — пурçăн курăк,
Саккисем кăвак чултан.
Тутлă ăшши яма шерпечĕ пур,
Кăмăл уçма сим пылĕ пур.
Çак аслă туй хыççăн пирĕн
Çав мунчара çăвăнмашкăн ирĕк пулмĕ-ши?
Çак аслă туя ирттерсе ямашкăн ирĕк пулмĕ-ши?
Пуçсене тайса ыйтатпăр,
Аслă хăтан ирĕкĕ пуласса шанатпăр.
Саламалик! Тав сире!
Аслă патша, тав сире!
Ирĕк парсамăр, аслă хăта,
Çак чаплă туя пуçлама,
Пирĕн халăха савăнса кулма.

Тала патшан хĕрне илме Тивлет хун енчен çичçĕр çитмĕл юланут килнĕ. Пике хĕршĕн панă хулăмĕ çĕр çитмĕл çичĕ урхамах та икçĕр çичĕ пуç сурăх, çĕр çичĕ вăкăр, çитмĕл çичĕ тĕве пулнă.
… Çичĕ кун та çичĕ каç кĕрлерĕ Улăппа пикеç хĕрĕн туйĕ. Саккăрмĕш кунхине вара Улăп, хăйне пÿрнĕ хĕре урхамахĕ çине лартса, ватă Тала патшан пехилне илсе, тăван çĕршывне тухса кайрĕ.

Çитмĕл çичĕ тÿнкке шаккаса,
Çитмĕл çичĕ сăрнай каласа,
Çитмĕл çичĕ шăпăр вылятса,
Тивлетĕм халăхне пухрĕç, тет,
Улăпăн туй-çуйне турĕç, тет.
Пикеç хĕр туй-çуйне турĕç, тет.
Тивлет хун çĕршывĕнче те,
Аслă ту çĕршывĕнче,
Çичĕ кун та çичĕ каç
Чаплă туй шавларĕ, тет.
Аслă хун çĕршывĕнче те,
Аслă ту çĕршывĕнче,
Çичĕ кун та çичĕ каç
Сумлă туй кĕрлерĕ, тет.
Тивлет хун хăй тăхăмне,
Ту çĕршывĕн паттăрне,
Вăрăм кунçул пиллерĕ, тет,
Сывлăх, телей пиллерĕ, тет:
— Хăвăн халăхна упра,
Ăна телейлĕ ту.
Мăшăру сана çичĕ ывăл —
Çичĕ улăп-паттăр —
Çуратса патăр.
Вĕсем сана тĕрек пулĕç,
Вĕсем пирĕн йăха малалла тăсĕç.
Пирĕн халăх пуçĕнче
Ялан улăпсем пулĕç, — терĕ тет.
Çапла пуçланса кайнă, тет,
Паттăр Улăпăн йăхĕ,
Паттăр Улăп тăхăмĕ.

Пурăнаççĕ-пурăнаççĕ, Кунсем-çулсем иртеççĕ. Улăппа пикеç Чĕкеçĕн ача-пăча йышланать. Ват Тивлете савăнтарса шăри-шари чупкалать.
Тивлет йăхĕ аслăланса пынипе çĕтĕхсе, йÿçĕхсе пурăнать, тет, Аçтаха çĕлен. Кутне çăпан тухнă пек пускалать, тет. Пĕтĕм сив чунлă çĕленсене пуçтарса Улăп çĕрне-шывне хурлăхпа витме шутларĕ, тет, Улашрĕ-çухăрашрĕ, тет те, вут-хĕм тăка-тăка, хăй йăвинчен шуса тухрĕ, тет. Улăпăн выльăхпе-чĕрлĕхне, çыннисене çăтать, тет, шывне-шурне типĕтет, тет. Çав тери хурлăхлă кунсем пуçланса кайнă, тет: пур çĕрте те вут-хĕм ялкăшать, тет, юн юхать, тет. Улăп вара, хăй паттăрĕсене йыхăрса пуçтарса, Аçтаха çĕлене хирĕç тухса кайрĕ, тет. Утне йĕнерлесе аллине хĕç тытнă Улăп паттăра амăшĕ çĕлен чĕлхи каласа, пиллесе ăсатрĕ, тет:
— Туй хуран тĕпне хăçан та хăçан çĕлен сăхса
витерет,
Çавăн чухне тин сана çĕлен сăхса витертĕр.
Тимĕр хуран тĕпне хăçан та хăçан çĕлен сăхса витерет,
Çавăн чухне тин сана çĕлен сăхса витертĕр.
Кĕмĕл хуран тĕпне хăçан та хăçан çĕлен сăхса
витерет,
Çапăн чухне тин сана çĕлен сăхса витертĕр.
Çÿллĕ ту çинче пăхăр çурт, пăхăр çурт тавра
пăхăр хÿме.
Пăхăр хÿме варринче çавра çатма, çавра çатма çинче
çитмĕл те çичĕ пин çăмарта.
Хăçан та хăçан çав çăмартана çĕлен сăхса витерет,
Çавăн чухне тин сана çĕлен сăхса витертĕр.
Çÿллĕ ту çинче тимĕр çурт,
Тимĕр çурт тавра тимĕр хÿме.
Тимĕр хÿме варринче çавра çатма.
Çавра çатма çинче çитмĕл те çичĕ пин çăмарта.
Хăçан та хăçан çав çăмартана çĕлен сăхса витерет,
Çавăн чухне тин сана çĕлен сăхса витертĕр.
Çÿллĕ ту çинче кĕмĕл çурт,
Кĕмĕл çурт тавра кĕмĕл хÿме,
Кĕмĕл хÿме варринче çавра çатма,
Çавра çатма çинче çитмĕл те çичĕ пин çăмарта.
Хăçан та хăçан çав çăмартана çĕлен сăхса
питĕрет,
Çавăн чухне тин сана çĕлен сăхса витертĕр.
Çĕлен хупăн тунĕ — Хура ту тăрринче,
Çĕленлĕхĕ— Сарă шыв хĕрринче.
Çĕлен амăшĕн шуйĕ — Хĕрлĕ ту тăрринче,
Çĕленлĕхĕ — Шурă шыв хĕрринче.
Çĕлен ачисен туйĕ— Ылтăн ту тăрринче,
Çĕленлĕхĕ — Ула шыв хĕрринче.
Пурте кунтан тухса кайччăр,
Çĕленлĕхĕсене кайса выртчăр.
Хура çĕлен, хăмăр çĕлен,
Чăпар сĕлен, кĕмĕл çĕлен,
Туйă çĕлен, пăхăр çĕлен,
Йĕкĕте сăхма ан тĕллен,
Йĕкĕте сăхма ан ĕтлен.
Пирĕн йĕкĕт кашкăр пек,
Куçĕ-пуçĕ çиçĕм пек,
Пĕвĕ-сийĕ тирек пек.
Утти-сикки сисĕнмест,
Кăлкан тăрри чÿхенмест,
Чечек çеçки тĕршĕнмест.
Кашкăр сиксе килĕ те
Татса, çурса ывăтĕ.
Пирĕн йĕкĕт пĕрхĕт пек:
Икĕ хулĕ шевле пек,
Икĕ ури çÿл ту пек.
Вĕçни-утни сисĕнмест,
Вăрман тăрри чÿхенмест,
Уртăш йывăç пĕкĕлмест.
Пĕрхĕт вĕçсе килĕ те —
Куçна сăхса шăтарĕ.
Пирĕн йĕкĕт тур ут пек:
Алли-ури юман пек,
Пĕвĕ-сийĕ çăлтăр пек.
Чуппи-юртти сисĕнмест,
Çаран ути чÿхенмест,
Хăва тăрри хирĕлмест.
Тур ут юртса килĕ те
Пуçна тапса салатĕ.
Аçу илнĕ парăма
Халь те парса татман-ха.
Кăçал килсе памасан,
Хÿрÿне тытса тататпăр,
Çич хут чукмарпа çапатпăр.
Аннÿ илнĕ парăма
Халь те парса татман-ха.
Кăçал килсе памасан,
Сăннуна хуçса яратпăр.
Патакпа çич хут вататпăр.
Тстÿ илнĕ парăма
Халь те парса татман-ха.
Кăçал килсе памасан.
Пуçна пăрса тататпăр,
Чăпăрккапа каçатпăр.
Хура çĕлен, хăмăр çĕлен,
Чăпар çĕлен, кĕмĕл çĕлен,
Туйă çĕлен, пăхăр çĕлен,
Ылăма сăхма ан тĕллен,
Йĕкĕте сăхма ан ĕтлен.
Çĕлен чĕлхи калатăп:
Каланă сăмахăм вырăнлă пултăр.
Аллу сан, ывăлăм, хытă пултăр,
Чĕрÿ сан, ывăлăм, çирĕп пултăр.
Вутлă-хĕмлĕ кунсенче,
Асар-писер кунсенче,
Ман пехилĕм упратăр,
Ман пехилĕм сыхлатăр.

Тытăçрĕç хайхи Улăппа ун паттăрĕсем Аçтаха çĕленĕсемпе. Тусем-сăртсем чĕтрерĕç, шывсем-шурсем юнланчĕç. Хсçĕсемпе сулаççĕ — тăшман пуçĕ касăлать, чукмарессмпе çапаççĕ — тăшман пуçĕ лапчăнать, Çичĕ кун та çичĕ каç, пĕр сывлăш çавăрмасăр, çапăçрĕç Улăппа тăванĕсем Аçтахапа. Хир кăлканĕ пек çемçелнĕ Аçтаха ÿтне вĕсем çич курпунлă ту урлă ывăтрĕçĕ кăларса.
Пирĕн Улăп-йĕкĕт çинчен
Çитмĕл тĕрлĕ халап пур,
Çитмĕл тĕрлĕ юрă пур.
Юрлар, эппин, тепĕрне,
Асаттесем хывнине.
Атта вăра, Терпет хун,
Вачĕ шăтнă кĕвĕç чун,
Улăп-паттăр çĕрне-шывне
Кĕрсе кайнă сăхланса.
Унăн выльăх-чĕрлĕхне
Илсе каннă вăл хăвса.

Улăп паттăр вара, хăйĕнчен кĕçĕн паттăрсене пĕр çĕре пуçтарса, Терпет вăррисене йĕрлеме тухса каять.

Çичĕ кун та çичĕ каç
Йĕрлерĕç вĕсем хурахсене.
Тупрĕç-тупрĕçех
Вĕсем хурах тăшмансене.
Шыв вырăнне тăшман юнĕ юхрĕ,
Йывăç вырăнне тăшман пуçĕ касăлчĕ.
Лара-тăра пĕлмест Улăп амăшĕ.
Ăшĕ вĕçнипе, чĕри сурнипе:
Пĕрре хире тухать,
Тепре алачăкне кĕрет.
Хĕрелсе тухакан хĕвеле хирĕç тăрса
çапла калать:
— Чăпар пăлан пăрушне чĕннĕ пек,
кĕтнĕ пек,
Ăмăрткайăк чĕппине чĕннĕ пек,
кĕтнĕ пек,
Хуркайăк чĕппине чĕннĕ пек,
кĕтнĕ пек,
Хурчăка чĕппине чĕннĕ пек,
кĕтнĕ пек,
Араслан çурине чĕннĕ пек,
кĕтнĕ пек,
Парĕ кайăк çурине чĕннĕ пек,
кĕтнĕ пек,
Урхамах тихине чĕннĕ пек,
кĕтнĕ пек
Чĕнетĕп эпĕ сана, ывăлăм,
Кĕтетĕп эпĕ сана, ывăлăм… —
Лара-тăра пĕлмест Улăп амăшĕ.
Ăшĕ вĕçнипе, ăшĕ çуннипе.
Пĕрре çеçенхире тухать,
Тепре алачăкне кĕрет.
— Çичĕ кун та иртрĕ,
Вунă кун та çитрĕ,
Ылăм йышĕ курăнмасть.
Учĕ кĕçенни илтĕнмест.
Ма çак тери вăрах-ши,
Ылăм ăçта çÿрет-ши?
Ури ăçта пусать-ши,
Куçĕ ăçта пăхать-ши?
Ма çак тери вăрах-ши,
Ылăм ăçта çÿрет-ши?
Тăшман сăнни тиврĕ-ши,
Е ун хĕçĕ касрĕ-ши?
Е тум-хаяр тиврĕ-ши,
Тăшман пăсни çитрĕ-ши?
Тăшман сăнни тивеймĕ.
Тăшман хĕçĕ касаймĕ.
Кĕпи унăн тимĕрлĕ,
Умĕ унăн питлĕхлĕ,
Алли-ури — виткĕçлĕ.
Тăшман сăнни авăнĕ,
Çивĕч хĕçĕ хуçăлĕ,
Ман ывăла тивеймĕ,
Вăйне-халне чараймĕ.
Усал тăшман пăснине,
Кураймасăр хăртнине,
Сирсе яма вăйăм пур,
Вĕрсе яма чĕлхем пур.
Итлесемччĕ, хĕвелĕм,
Пулăшсамччĕ, хĕвелĕм.
Куркам çине çу ярам,
Куркам çине вут хурам,
Тум-хаяр чĕлхи пуçлам.
Пăсу вăйне сире-сире,
Сăмахăм çиттĕр çитес çĕре.
Ылăм енне пăхатăп.
Тум-хаяр чĕлхи пуçлатăп.
Пăсу вăйне сире-сире,
Сăмахăм çиттĕр çитес çĕре.
Ывăлăма вай патăр,
Унăн йышне хал патăр.
Пăсу вăйне сире-сире,
Сăмахăм çиттĕр çитес çĕре.
Ывăлăма сывлăх патăр,
Киле килме çул патăр,
И тум-хаяр, чул-хаяр,
Тусем çинчи вут-хаяр,
Çеçенхирти çил-хаяр.
Вутпа-хĕмпе ĕнтсе яр.
Çавраçилпе вĕрсе яр,
Таса шывпа çуса яр.
Пăсни пулсан — пăчлантăр,
Ÿкни пулсан — ÿплентĕр,
Тусем çинче салантăр,
Çеçенхирте çухалтăр.
Ылăм çинчен тасалтăр,
Çилпе кайса çухалтăр.
И тум-хаяр, чул-хаяр,
Тусем çинчи вут-хаяр,
Çеçенхирти çил-хаяр.
Вутпа-хĕмпе ĕнтсе яр,
Çавраçилпе вĕрсе яр,
Таса шывпа çуса яр.
Пăсни пулсан — пăчлантăр,
ÿкни пулсан — ÿплентер,
Чулсем çинче тĕллентер,
Вут-хĕм çинче тĕпрентĕр.
Ырă çынни сывалтăр,
Тум-хаяртан тасалтăр.
И тум-хаяр, чул-хаяр,
Тусем çинчи вут-хаяр,
Çеçенхирти çил-хаяр.
Вутпа-хĕмпе ĕнтсе яр,
Çавраçилпе вĕрсе яр.
Таса шывпа çуса яр.
Пăсни пулсан — пăчлантăр,
Ÿкни пулсан — ÿплентĕр,
Тусем çинче салантăр,
Çеçенхирте çухалтăр.
Ылăм çинчен тасалтăр,
Çилпе кайса çухалтăр.
Тум-хаяр чĕлхи каларăм:
Ырра — усал сунмарăм,
Усала — ырă сунмарăм.
Паçу вăйне сире-сире,
Сăмахăм çиттер çитес çĕре.

… Çĕнтерчĕç-çĕнтерчĕçех Улăп паттăрĕсем Терпет хун хурахĕсене. Пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхне каялла хăваласа таврăнчĕç.
Вăрçă-харçă пĕтсессĕн, хĕвел ячĕ çутатса, çăлтăрсем вылярĕç сиксе, уйăх писеленчĕ ялкăшса. Савăнать ватă Тивлет хунăн халăхĕ, Улăпа мухтаса юрă юрлать, Эпир те савăнар, эпир те юр юрлар.


Пирĕн хыççăн килекенсем!
Çуртăра, йышăра, несĕлĕре тирпейлĕ упрăр.
Чĕлхĕрпе юррăр — кил илемĕ пултăр,
Йышпа несĕл тытăмĕ — чун тытăмĕ пултăр.
Хăвăртан малтан пулнисене,
Аслă аçăрсене асăнса, хисеплесе пурăнăр.
Йышпа — йыш пурăнать,
Несĕлпе — несĕл пурăнать.
Кил-çурт тĕрекĕ — несĕл тĕрекĕ.
Несĕл тĕрекĕ — йăх тĕрекĕ.
Йăх тĕрекĕ — халăх тĕрекĕ.
Пирĕн хыççăн килекенсем!
Йышпа — йыш, несĕлпе — несĕл,
Йăхпа — йăх килĕштерсе пурăнăр.
Йышран — несĕл пулать,
Несĕлрен — йăх пулать,
Йăхран — халăх пулать.
Сыпăкран сыпăка управлă пулар,
Сыпăкран сыпăка ĕрчевлĕ пулăр.
Эпир Улăп тăхăмĕ,
Пĕтрĕ халап юхăмĕ.
Ыр ут юртти çăрхала,
Пирĕн халап юрăллă.
Ырă ут та ĕшенет,
Халапçă та ывăнать.

1956—1957

Юртсам , Юртсам , Пăланăм…” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.