Улăп

«Йĕкĕт Пулсан — Маттур Пулĕ…»


Валем Ахун

Тулли тексчĕ: “Юртсам, юртсам, пăланăм“.


«Йĕкĕт Пулсан — Маттур Пулĕ…»

(Валем Ахун йĕркелесе çырнинчен) 

Улăп çирĕм тултарсан, аслă хун хăйĕн тăхăмне пĕррехинче умне тăратрĕ тет те çапла каларĕ тет:

— Куран куçăм — курми пулчĕ,
Çăлтăр тĕлне пĕлми пулчĕ,
Утан урам утми пулчĕ,
Йăраниие пусми пулчĕ.
Тытан аллăм тытми пулчĕ,
Ух йĕппипе туйми пулчĕ.
Пĕлен ăсăм пĕлми пулчĕ,Хир-хир тăрăх вĕçми пулчĕ.
Тăр ман ума—пехиллем,
Пуçна тытса мерченлем.
Ас илемĕ — чĕлхÿ пултăр,
Чун илемĕ — чĕрейÿ пултăр,
Хĕç илемĕ — Хевтÿ пултăр,
Куçу инçете куртăр.
Чĕрÿ ырра туйтар.
Аллу çирĕп пултăр,
Хĕçÿ çивĕч пултăр.
Асу татах пулсан — аслаçу юратĕ,
Пĕлĕвÿ нумай пулсан — аçу юратĕ.
Чĕрейÿ хитре пулсан — аннÿ юратĕ,
Хĕçÿ çирĕп пулсан — йышу юратĕ.
Пурте пĕрле пулсан—халăху юратĕ.
Кун тухăçĕ енчен Çичĕ пуçлă аçтаха килĕ:
Пĕр сăннипе çĕре çурĕ,
Тепĕр сăннипе пĕлĕте çурĕ.
Эс ан хăра, ан чĕтре —
Хирĕç тăр, сăннине хуç.
Кун ăнăçĕ енчен Хура вăкăр килĕ:
Пĕр мăйракипе çĕре çурĕ,
Тепĕр мăйракипе пĕлĕте çурĕ.
Эс ан хăра, ан чĕтре —
Хирĕç тăр, мăйракине хуç.
Кăптăр енчен Ула услан килĕ:
Пĕр шăлĕпе çĕре çурĕ,
Тепĕр шăлĕпе пĕлĕте çурĕ.
Эс ан хăра, ан чĕтре —
Хирĕç тăр, шăлне хуç.
Çурçĕр енчен Хура упа килĕ:
Пĕр чĕрнипе çĕре çурĕ,
Тепĕр чĕрнипе пĕлĕте çурĕ.
Эс ан хăра, ан чĕтре —
Хирĕç тăр, чĕрнине хуç.
Тăван çĕрÿ — вăйне патăр,
Тăван шыву — халне патăр.
Вăйлисене вăйупа лăплантар,
Чейисене — чеелĕхÿпе лăплантар.
Аслисене — ăсупа тĕлĕнтер,
Хаяррисене — хаярлăхупа çĕнтер.
Шăкăрлисем — шăмăланаççĕ.
Аяк пĕрчиллисем — ÿтленеççĕ.
Ураллисем — ураланаççĕ,
Алăллисем — тытакан пулаççĕ.
Ĕрчевлисем — ĕрчеççĕ,
Йăхне малалла тăсаççĕ.

Санăн та, паттăр тăхăмăм, ĕрчеме вăхăт çитрĕ пулĕ. Хăвна юрăхлă мăшăр тупмалла пулĕ. Акă сана вун çич патмана таякан пăлатпа тунăран тунă ухă. Карăнтар та пĕккине кăмăлу туртнă еннелле уххине вĕçтерсе яр. Ухă вĕçсе кайнă енче сан, юратнă тăхăмăм, савнă мăшăру пулĕ.
Персе ячĕ тет вара пирĕн Улăп хăй уххине карăнтарса, юрлаттарса. Унтан утне утланса, хăй тетĕшĕсене, хăй çыннисене ертсе уххине шырама тĕнче тăрăх, сăрт-сăрт урлă тухса кайрĕ тет.
Улăп уххи инçете-инçете, пĕр çеçен хир варрине, илемлĕ кăна чатăр умне, вĕçсе пырса тăрăнчĕ тет. Ку вăл çак çĕр-шыв хуçин — Тăла патшан — чатăрĕ пулнă иккен.
Ухă янăра нине илтсен чатăртан патшан кĕçĕн хĕрĕ чупса тухать.
— Аттем, аттем,— тет вăл,— пирĕн чатăр умне ухă вĕçсе килчĕ. Мĕне пĕлтерет-ши ку?— тесе ыйтать.
— Сан телейÿ вăл, пепкем. Хăтана килесси пур, хĕрĕм. Хатĕрленес пулать,— тет Тăла патша хăйĕн кĕçĕн хĕрне.
— Йĕкĕт пулсан—паттăр пулĕ,
Кайăк пулсан — кăйкăр пулĕ.
Ухă тесен —çăмăл пулĕ.
Тупнă çĕрте — çăл пулĕ,
Ларсан — ту-сăрт лапкине,
Таянсан —вăрман йăванĕ.
Чунĕ-юнĕ вут пулĕ,
Çич арăслан халла пулĕ.
Ут тесессĕн йĕвен кирлĕ,
Хер çитĕнсен — мăшăр кирлĕ.
Çавă пулĕ паттăру,
Çавă пулĕ мăшăру.
Кăмăлĕ ун юмарт пулĕ,
Çиллентерсен кăра пуле.
Тăваншăн — тăван пулĕ.
Тăшманшăн вăл хĕç пулĕ.
Çакăнтан вара çĕр çинче
Сыпăкран сыпăка ĕрчесе,
Иксĕртен вара çĕр çинче
Сыпăкран сыпăка хунаса
Кайĕ Улăпсен тăхăмĕ.
…Çичĕ кун та çичĕ каç юрттарать Улăп çил пек урхамахне хăйĕн уххи вĕçнĕ еннелле. Хир-хир урлă, сăрт-сăрт урлă каять. Кайсан-кайсан хайхи аслă улăх варринче кĕтÿ кĕтсе çÿрекен пĕр пысăк йăх патне пырса тухать. Пăхать: ун уххине пĕр çав тери çÿллĕ те чаплă, тĕрĕллĕ чатăр умĕнче лăпăс-лапăс ватă карчăк тытса тăра парать. Çÿçне-пуçне пуçтарман тет хăй, килпетсĕр. Улăп çак карчăк умне сиктерсе пырать те учĕ çинчен анса виçе хутчен çăкăнса ваттисен йăлипе çапла калать:
— Хир-хир урлă ухă петĕм,
Чипер чĕкеç куçне тивертрĕм.
Эпĕ, Улăп паттăр, çав чипер чĕкеçе
Илсе кайма килтĕм,—
тет. Ватă карчăк Улăпа хирĕç:
— Хир-хир урлă ухă килчĕ,
Манăн куçа тивейрĕ.
Эпĕ ĕнтĕ, Улăп, санăн «чĕкеçÿ».
Эпĕ пулăп санăн мăшăру,—
тесе яваплать. Улăп ватă карчăка хирĕç вара:
— Ухă пересси — пирĕн йăли.
Эпĕ унран иртеймĕç
Ухă тивни — мана пÿрни.
Эпĕ унран иртеймĕп.
Ухă тивни — Аслă атте пехилленĕ
Эпĕ унран иртеймĕп,— тет.
Паттăр улăп çапла каласанах леш килпетсĕр ватă карчăк уйăх та хĕвел сăн-питлĕ, çĕмĕрт пек хуп-хура куçлă, пилĕк таран çивĕтлĕ, тухьяллă та тенкĕллĕ, ĕнче-мерчен пушмаклă пикеç хĕре çаврăнать. Патша çыннисем тухрĕç тет те чатăр алăкĕ умне улăппа ун тетĕшĕсене пуç тайса кĕрекене ларма чĕнчĕç тет.

1956— 1957

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.