Михаил Сениэль
Тĕп Пултăр Вăрçă!
Вăрçăччĕ. Атте фронтра.
Анне те окопран-тăр
çырусем ярать. Эпир асаннепе пурнатпăр.
Çук ĕне. Сĕт тĕлĕкре кăна куратпăр,—
вăрттăн ĕсĕклетпĕр, выçă,
витĕрех курнатпăр.
Шыçă та рахит, кĕсен-çăпан хуплать.
Чăхкуçĕ.
Яланах çапла иккен йĕкел, мăян çисессĕн.
Вилĕм, вилĕм килсерен. Усал хыпар. Хăрушă.
Тупăк, тупăк… Пытарма çынсем çитмеççĕ.
Вилнĕ йăмăка аса илсе салхуланатăп. Вилчĕ
пĕчĕклех, эп хам та ун чухне
виççĕре çеçчĕ,
сÿнчĕ çулла мар, хĕлле, тулта
раштав сиввиччĕ;
ÿсрĕм те, калаççĕ:
сÿнмессе пултарнă теççĕ.
Çутă пайăркиччĕ йăмăк,
халь те пайăрка теетĕп.
Сÿнчĕ питĕ ир, манра сÿнмест, пурнать вăл.
Ах, епле çунса, сĕлтен кайса-çке йĕчĕ…
Эпĕ
тÿсмеллеччĕ çав чире, телейлĕрех пулаттăм.
Тунсăхлатăп эп, чун тунсăхлать
çап-çутă чуншăн,
тасаскершĕн, вăл, çав чун, чĕрех,
ăна туятăп
çăлтăр, сывлăм çутинче, туяп пĕр хушă
тепĕр йăмăк куçĕнче… çăвар уçма хăратăп.
Тивĕç пур ман, пулăттăм пĕрре хĕвел çутийĕ
пĕтĕм таврана, мĕнпур çынна хам хÿттĕме
илмешкĕн.
Йăмăк чĕнĕвĕ манра, вĕлернĕскерĕн
тавăрма чĕннийĕ.
Тĕп пултăр вăрçă! Тивĕç эп вăрçа
парăнтарма, çĕнмешкĕн!
1984