Сатин кĕпе ][ Ваçлей Давыдов-Анатри


Ваçлей Давыдов-Анатри


Тупмалли

Ваçлей Давыдов-Анатри | Сатин кĕпе Аслă Арапуç Аннеçĕм, анне… | «Тимĕр карта» | Кăлюк аппа Тĕрĕс калать атте… | Хусана—вĕренме | Сатин кĕпе | Пăрлă çумăр | Ĕнтюк туйĕ | Атте тусĕ | Шăрттан | Сиенлĕ вăйă | Каçхи вăйăра | Праçник | Хĕрес | Хĕрлĕ галстук | Иксĕмĕре пĕр карттус | Кунта Ленин вĕреннĕ | Пăр каять | Кимĕпе | Чутах сурăхсăр юлаттăмăр | Иван Евгеньевич | «Хĕрлĕ хĕлхем» | Йăмра айĕнче | Чипер инке | Акатуй | Сăвă-юрă янăрать | Укçа енчĕкĕ | Нарспи | Нонна Кирилловна | Марине | Вăрăм пушă | Чун хĕлхемĕ | Пичче—салтак | Çĕнĕ сăн Эпĕ—комсомолец | Йăмрасем, тирĕксем… | Сывă пул, тăван ялăм… | Тăван хуламăрта | Халăх поэчĕ | Шупашкар çăкисем | Эпĕ çапла шутлатăп…


Кĕске содержанийĕ


Сатин кĕпе

Аслă Арапуç

Sijen1• Суя тĕн

Ирхине. Тухăçран ылтăн хĕвел çĕкленсе хăпарать. Куç умĕнче манăн тăван ялăм—Аслă Арапуç— Пăла шывĕ хĕрринче сарăлса ларать. Ăна пирĕн таврари чи илемлĕ кĕтесе вырнаçнă темелле. Унăн икĕ вĕçĕнче те пĕчĕк вăрман. Пĕрне — Малти, теприне — Кайри хырай, теççĕ.

Ялтан инçех те мар Шурут тăвĕ пур. Вăл тĕрлĕ ÿсентăранĕ, улма-çырлапа пуян, айккинчен çăлсем тапаççĕ. Çывăхрах вара Сăр вăрманĕ пуçланса каять.

Эпĕ хамăн авалхи тăвансем çинчен пĕлсех каймастăп. Ватă çынсем каланă тăрăх, ман асатте Тавăт çирĕм виçĕ çул ытла патша салтакĕнче тăнă. Унтан вăл кĕреçе пек сухалпа таврăннă, ватăлла авланнă. Анчах асаттепе асанне пĕрле нумай пурăнайман, иккĕшĕ те часах çĕре кĕнĕ. Çапла вара ман атте Ванюк, хăйĕн Мĕтри ятлă пиччĕшĕпе пĕрле, ачаллах тăлăха тăрса юлнă. Йывăр пулнă вĕсен пурнăçĕ. Анчах тĕнчере яланах ырă çынсем тупăнаççĕ: аттене хамăр ял çынни Якур Куçми усрама илнĕ. Вăл ăна хăйĕн тăван ачи пекех юратнă, пăхса ÿстернĕ, çын тунă.

Атте çамрăклах ĕçе хăнăхнă. Вăл çуллен суха тунă, тырă акнă, тырă вырнă, вăрман каснă, турттарнă. Пĕррехинче çапла атте шартлама сивĕ кун вăрмантан çав тери шăнса таврăннă, ăшăнас тесе, тÿрех вĕри кăмака çине улăхса выртнă. Анчах вăл ун пек тунинчен нимле сиплĕх те курайман, сиенĕ вара калама çук пысăк пулнă: атте хĕне кайнă, ĕмĕрлĕхе хăрах урасăр тăрса юлнă.

Вăл уксахласа утатчĕ. Çавна пула мана ачасем мĕншĕн те пулин кÿреннĕ, çиленнĕ вăхăтра: «Уксах! Уксах!» тесе йĕкĕлтетчĕç. Паллах, ку ман чуна çав тери пырса тиветчĕ, ыраттаратчĕ.

Ÿссе, каччă пулса çитсен, атте хамăртан сакăр çухрăмри Сĕнтĕр ялĕнчен Санюк ятлă хĕре качча илнĕ. Вĕсем пĕрле, алла-аллăн тытăнса, пурнăç тума тăнă, пĕрле телей шырама пуçланă.

Аннеçĕм, анне…

Халĕ эпĕ анне çинчен шухăшлатăп та куçăмран куççуль тухать…

Мĕн кăна курман-ши ман анне хăйĕн вăрăм кунçулĕнче?

Акă, 1921-мĕш çул. Уй-хирсенчи тырпула хĕвел çунтарса ячĕ, халăх выçă тăрса юлчĕ. Çак йывăр кунсенче вăл, ачисене вилĕмрен хăтарса хăварас тесе, мăян çăкăрĕнчен пашалу пĕçеретчĕ, уткăшкартан пăтă туса çитеретчĕ…

Вăрçă хыççăн вăрçă. Çуклăх, çитмен пурнăç унăн хавшак чĕрине мĕн чул çунтарман-ши? Ун çинчен чун-чĕререн калас тенĕ сăмахсем çав тери нумай, унăн пуçламăшĕ те, вĕçĕ те пулас çук. Вăл хăй хут вĕренмен пулсан та, пире çутта кăларас тесе нумай тăрăшрĕ: ирсерен, апат çитерсе, шкула ăсататчĕ, киле таврăнсан, уроксем мĕнле иртни çинчен ыйта-ыйта пĕлетчĕ. Хĕллехи кунсенче, урамран шăнса кĕрсен, алăсене вĕре-вĕре ăшăтатчĕ, пире валли пир-тăла тĕртетчĕ, кĕпе-йĕм çĕлетчĕ, чăлха-алсиш çыхатчĕ, кĕрĕк-сăхман саплатчĕ. Эпир мĕнле те пулин айăпа кĕрсен вара йĕре-йĕре ятлатчĕ, çынпа лайăх пулма вĕрентетчĕ. Хырăм выçсан, пире хăй çиес тенĕ çăкăр татăкне тыттаратчĕ. Эпир лайăх тунă ĕçшĕн савăнатчĕ, начарришĕн хурланатчĕ. Пирĕн çинчен ялйыш усал каласран çав тери шикленетчĕ вăл. Пăртак çунат сарма пуçласан вара çĕре хисеплеме, ĕçе юратма хăнăхтарчĕ, тус-тăвана чунтан савма, тăшмана кураймасăр пурăнма вĕрентрĕ…

«Тимĕр карта»

Пурнăç пĕрре те ăнса пымасть. Кашни килтех хуйхă-суйхă асать. Выçлăх çулĕ пĕтĕм халăха хуçса хăварчĕ. Çав çулах кĕркунне пирĕн пус айкки ишĕлсе анчĕ, унта пăрулас ĕне кайса вилчĕ. Мĕн тăвăн, эпир юр-варсăр тăрса юлтăмăр. Ирĕксĕрех типĕ тытатпăр. Пахчаран пухса кĕртнĕ çĕрулми вара çур хĕле те çитмерĕ. Аттепе анне тем те шухăшласа пăхаççĕ, анчах ĕç çаплах ăнса пымасть.

— Инкек-синкек йăлтах турăран, ун умĕнче хамăр çылăха кĕнĕрен пулса пырать пулĕ,— теççĕ хăйсем.

Вĕсем турра пуç çапаççĕ, унтан çăмăллăх ыйтаççĕ. Ку та пулăшмасть. Çĕнĕ çул каçĕ атте чÿречепе алăк янахĕсем çине шурă пурпа хĕрес туса тухрĕ, киле инкек-синкек çĕмĕрсе ан кĕтĕр тесе, хăй çине акапуç тимĕрĕсем çакрĕ, çурт тавра виç-тăватă хут чупса çаврăнчĕ, «тимĕр карта» хыврĕ. Эпир, ачасем, атте мĕн тунине нимĕн те ăнланмастпăр, çав вăхăтрах хамăр та турăран çăлăнăç, çăмăллăх ыйтатпăр. Анчах турă пире пĕрре те итлемест.

Çулла та çитрĕ. Вара анне кунсерен тенĕ пек ут-кăшкар яшки пĕçере пуçларĕ. Хутран-ситрен вăл пысăк хурана, вĕттĕн-вĕттĕн тураса, пĕрер çĕрулми яратчĕ. Эпир, çиме ларсан, çĕрулми турамĕ кашăка çаклантăр тесе, яшкана мĕн чухлĕ пăтратман пулĕ. Çук, темле тăрăшсан та, темле шырасан та çĕрулми кашăка лекместчĕ. Ĕмĕртен пыракан выçăллă-тутăллă пурнăç пуç çинчен çаплах анасшăн мар. Анчах чун-чĕрери шанчăка çухатма юрамасть — малалла тапаланмалла.

Кăлюк аппа

Пирĕн çемье пысăкчĕ. Хĕлле сурăхсем пăранланă вăхăтра пĕчĕк пÿртре выртса-тăма та вырăн çукчĕ. Ачасенчен асли Кăлюк аппаччĕ. Вăл чипер хăрачаччĕ. Мăшăр куçĕ хуп-хураччĕ. Çырла пек тути яланах кулса тăнине пула ун сăнĕнче сÿнми хĕвел çиçсе тăнăн туйăнатчĕ. Ахальтен мар пулĕ ĕнтĕ, ÿссе çитĕнсен, ун патне тĕрлĕ ялсенчен хăтана пыратчĕç. Анне ăна качча хамăр яла парасшăнччĕ, яланах: «Арапуç ачисем мĕнрен кая, пĕринчен пĕри лайăх. Кĕтнĕ телейÿ алăк умнех килĕ-ха»,— тетчĕ.

Чăнах та, аппан ялтах Микули ятлă тус-каччи пурччĕ. Питĕ маттур, сăпай каччăччĕ вăл. Ăна анне те хисеплетчĕ, кăмăллатчĕ. Анчах Микули ăнсăртран чирлесе ÿкрĕ те ура çине тăраймарĕ, часах çĕре кĕчĕ. Ку аппана питĕ амантса, хуçса хăварчĕ. Вăл хытă кулянма, пуçне усса çÿреме пуçларĕ, пĕр вăхăт хушши урама, вăййа тухма та пăрахрĕ. Анне унăн хуйхине пусарма тăрăшатчĕ:

— Хытă кулянса мĕн тăвăн ĕнтĕ? Чĕррисен вилнисем хыççăн кайма çук. Турă çырни тупăнĕ-ха,— тетчĕ.

Кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне иртрĕ. Пĕррехинче аппа хамăртан вуникĕ çухрăма, Мăрата, Михала пиччесем патне ларма кайрĕ. Ун чухне ăна Тукай ачи, Тимуш ятлă каччă куç хывнă-мĕн. Аппа лармаран таврăнсан, пĕр çич-сакăр кунтанах, пирĕн çурт умне хыçлă çуна кÿлнĕ лайăх лаша килсе чарăнчĕ. Çуна çинчен икĕ çын хăвăрт сиксе анчĕç те пÿрте кĕчĕç. Вĕсенчен пĕри — ватă, вăрăм сухаллă, тепри—çамрăк. Ку вăл хайхи, аппана куç хывнă каччă, Тимуш пулнă иккен. Эпĕ, пĕчĕк ача, вĕсем мĕншĕн килнине, паллах, чухлайман ĕнтĕ.

Мана, улача йĕм тăхăннă ачана, аппа пÿртрен тула çавăтса илсе тухса кайрĕ:

— Эсĕ, Ваçлей, çак çынсем каймасăр, тархасшăн ан кĕр пÿрте. Сан кăвапу тĕлĕнчен кĕпÿ шăтнă. Намăс, аван мар. Хăнасем кулĕç. Кÿрше, Тарье инке патнех кайса лар,— терĕ вăл.

Пĕчĕк ачан хăнасене курас килнĕ пуль çав,—эпĕ аппа хыççăнах пÿрте йăпшăнса кĕтĕм те кăмака хыçне пытантăм.

Унта калаçу пуçланчĕ.

— Эпир сирĕн тына пăру пур тенине илтрĕмĕр. Эсир хирĕç мар пулсан, пирĕн ăна туянас кăмăл пур,— пуçласа ячĕ хăйĕн сăмахне ватă хăна.

Вăл каласа пĕтеричченех, анне ăна:

— Çук, çук, ан та калаçăр: вуникĕ çухрăм таран, Тукая çити, хĕр памастпăр!— тесе хучĕ.

Хăнасем сĕтел çине эрех кăларса лартрĕç. Малтанхи черккене аттене тыттарчĕç. Атте, ĕçме пăртак юратаканскер, çĕнтерсе тăмарĕ, шалтах ĕçсе пачĕ. Анне çав тери тарăхса кайрĕ.

— Намăссăр, эрехшĕн хĕрне те сутса яма хатĕр иккен,— тесе, аттене вăрçма пуçларĕ. Пÿрт кĕрлесе çеç тăрать.

— Эс, Санюк, мана ан вăрç-ха. Хĕртен хăйĕнчен ыйтса пăхас. Вăл мĕн калĕ,— терĕ атте, аннене лăплантарса.

Кăлюк аппана, кăмака умĕнчи пÿлĕмре пуçне чиксе лараканскерне, сĕтел умне чĕнсе кăларчĕç.

— Ну, Кăлюк, Тукайран сана çураçма килнĕ. Мĕнле шутлатăн, каяс кăмăлу пур-и?— ыйтрĕ атте.

Аппа ватă çын çумĕнче ларакан каччă çине вăтанараххăн пăхса илчĕ те:

— Эпир Тимушпа калаçса татăлнă. Вăхăт çитнĕ, кайма шутлатăп. Сиртен пиллĕх ыйтатăп,—терĕ.

Аппа сăмахĕсем хăтана килнĕ çынсене савăнтарса ячĕç, аннене вара пуçран чукмарпа çапнăн туйăнчĕ пулас. Вăл йăлтах урса кайрĕ, хăтана килнĕ çынсене тем те пĕр каласа тăкрĕ…

Хăнасем калаçса татăлаймасăрах тухса кайрĕç. Кăлюк аппа макăрса юлчĕ…

Çакăн хыççăн Кăлюк аппа килтен темиçе хутчен те вăрттăн тухса кайма тăчĕ, анчах ĕç кăлараймарĕ.

Утă çийĕ çитрĕ. Пĕр ирхине атте лаша кÿлчĕ те, пире пурне те лартса, утă çулма илсе кайрĕ. Кăлюк аппа пирĕнпе пыма килĕшмерĕ. Анне унăн вăрттăн шухăш-кăмăлне сисрĕ пулас, ăна кĕлете хупса, пысăк çăрапа питĕрсе илчĕ.

— Эпĕ сана çуратнă, ÿстернĕ. Хамран уйăрса, таçта çити, качча парас пур,— терĕ вăл ăна.

Эпир çаранран хĕвел ансан тин таврăнтăмăр. Лав картишне кĕнĕ-кĕменех, анне витререн алтăрпа шыв ăсса илсе, кĕлет еннелле чупрĕ.

— Тем курса тăрăн, Кăлюка шыв та парса хăварман вĕт,— терĕ вăл, пĕтĕм чунтан пăшăрханса. Вара кĕлет алăкне уçнă-уçманах кăшкăрса ячĕ.

— Çук! Кăлюк çук! Кĕлет виттине сирсе тухса тарнă!

Çапла, аппа темле чăрмав пулсан та, темле сыхласан та хăй юратнă çынна, Тимуша качча кайрĕ.

Тĕрĕс калать атте…

Çуллахи çанталăк чуна уçса ярать. Пахчасенче çимĕçсем пулса çитнĕ ĕнтĕ. Кăçал пирĕн пахчара акнă кишĕр шăтмарĕ. Ку пурне те çав тери тарăхтарчĕ.

Мĕн тумалла? Эпĕ Пĕлька йăмăкăма хам пата чĕнсе илтĕм те:

— Сан кишĕр çиес килет-и?— тесе ыйтрăм.

— Килмесĕр. Илюксен те, Ястуксен те — пурин те пур. Пирĕн кăна çук,— терĕ вăл.

— Апла пулсан, итле: Çăнахви пиччесен пахчине кишĕр вăрлама каятпăр.

— Çаклансан мĕн тăвăпăр?

— Чее пулмалла, çакланма юрамасть.

Улма йăранĕсем хушшипе хырăмпа шăва-шăва, çын пахчине каятпăр. Çитрĕмĕр. Кишĕр кăлара-кăлара хĕве тултаратпăр. Унччен те пулмарĕ, Çăнахви пиччесен хыçалти хапхи чĕриклетни илтĕнсе кайрĕ. Эпĕ те, Пĕлька та, хамăр ăçтине манса, кил еннелле чупатпăр. Ним тума та çук. Хĕве тултарнă кишĕрсем ÿке-ÿке юлаççĕ. Картишне çитсе выртрăмăр. Иксĕмĕр те сиксе чĕтретпĕр. Пире никам та курман пулас. Пĕр сас-хура та илтĕнмерĕ. Эпир вăрланă кишĕре васкаса чăланти çÿпçе тĕпне пытарса хутăмăр.

Хĕвел те анчĕ. Аттепе анне Пÿртлĕ вăрманĕнчен вут-шанкă, çапă тиесе килчĕç. Пурте йĕркеллĕ, аван пырать темелле. Атте пÿртре. Анне лаçра яшка çакать. Эпир Пĕлькапа иксĕмĕр хуран патĕнче, вут çуннине пăхса тăратпăр.

Сасартăк атте сасси илтĕнсе кайрĕ:

— Ваççапа Пĕлька халех пÿрте кĕччĕр, калаçмалли пур!

Эпир атте куçĕнчен пăхса тăратпăр. Сĕтел çинче пĕр чашăк кишĕр.

— Ну, ачамсем калăр: паян эсир ăçта пултăр, мĕн турăр?— ыйтать пиртен атте.

Эпир нимĕн те чĕнместпĕр.

— Эпĕ эсир ăçта пулнине яла кĕрсенех пĕлтĕм. Ну, мĕн калас тетĕр, калăр…

Эпир каллех çăвара шыв сыпнă пек, ним чĕнмесĕр тăратпăр. Аттене ку килĕшмерĕ пулас, вăл мана ярса тытрĕ те:

— Эсĕ — асли. Ак сана çын пахчи, ак сана кишĕр!— тесе пĕр-икĕ хутчен питрен çупса ячĕ. Эпĕ халиччен атте мана çапла питрен çупнине астумастăп. Намăс. Пĕлька тухса тарма ĕлкĕрчĕ. Эпĕ те атте аллинчен вĕçерĕнтĕм. Хам ниçта кайса кĕме пĕлместĕп, йĕретĕп…

Ку ĕç пулса иртнĕ хыççăн темиçе кун хушши эпĕ атте куçĕ умне курăнмарăм. Чылай вăхăт иртсен, атте ман пата пычĕ те хуллен çеç çапла каларĕ:

— Ну, Ваççа, пĕр кун сана мĕншĕн питрен çупса янине ăнлантăн-и ĕнтĕ?— терĕ.

Эпĕ каллех нимĕн те чĕнмерĕм.

— Урăх ют çын япалине ыйтмасăр тытнă ан пултăр!.. Астуса юл çакна.

Астуса юлтăм — халь те манмастăп.

Хусана—вĕренме

Ман аттепе анне иккĕшĕ те вĕренмен, хут пĕлмен . çынсем пулнă. Паянхи пек астăватăп: пĕр çулхине аттене ялти кĕтÿ ачисем валли тырă, укçа пухма хушнăччĕ. Атте кĕтÿ хырçи кам мĕн чухлĕ панине патак çине картса пычĕ.

Хут çине алă пусмалла пулсан, вăл хамăрăн ăна паллине — икĕ пĕкĕ — ÿкерсе хуратчĕ.

Аннепе атте пире чăтма çук вĕрентесшĕн çунатчĕç.

— Халь сире Ленин, Совет самани çул уçса пачĕ. Пирĕн пек вĕренмесĕр тăрса ан юлăр,— тетчĕç вĕсем.

Пирĕн ялта икĕ сыпăклă шкул пурччĕ. Ялти ватă çынсем каланă тăрăх, ăна уçма Ленин ашшĕ, Илья Николаевич Ульянов, пулăшнă-мĕн. Çак шкулта пирĕн Макçăм пичче вĕренетчĕ. Вăл çамрăклах питĕ ĕçчен, тавçăруллă ачаччĕ. Ăна атте хăйпе пĕрле уй-хир, вăрман ĕçĕсене илсе çÿретчĕ. Макçăм пичче хамăр ялта комсомол ячейкине пуçарса яракансенчен пĕри пулнă. Ун патне тăтăшах каччăсемпе хĕрсем пыратчĕç, вĕсем пĕрне-пĕри хăйсен шухăш-кăмăлне кала-кала паратчĕç.

Пиччен Матĕрне ятлă юратнă хĕрĕ пурччĕ. Вăл пиртен тăват кил урлă çеçчĕ. Хăй йăрăс пÿллĕ, хÿхĕм, васкамасăр калаçакан, хĕрачаччĕ. Пичче унпа каçхи вăйăсенче тĕл пулма тăрăшатчĕ.

Ялти шкултан вĕренсе тухсан, Макçăм пичче Хусана вăрман институтне кайма шут тытрĕ. Аттепе анне унăн шухăшне чун-чĕререн ырларĕç.

— Питĕ аван, вĕренсе тухсан вăрман улпучĕ пулатăн,— терĕ ăна атте, пăртак кулараххăн.

Кĕркунне те çитрĕ. Пиччен хулана вĕренме каймалла. Анне ун валли апат-çимĕç, кĕпе-йĕм хатĕрлерĕ. Атте тăхăр пушăтран çĕнĕ çăпата турĕ…

Пичче, кутамкка çакса, пĕрремĕш хут инçе çула тухрĕ. Эпир ăна укăлчаран тухиччен аннепе иксĕмĕр ăсатса ятăмăр.

— Ну, ывăлăм, çулу телейлĕ пултăр. Çăмăл пурнăç шырама ан тăрăш. Вĕрен. Пирĕн ята ан яр, çыру çыр,— терĕ ăна анне, хăйĕн питне саппун вĕçĕпе хупласа.

Эпĕ анне çине пăхса илтĕм: ун куçĕнчен куççуль юхать. Пичче пире, аннепе иксĕмĕре, ыталаса чуптурĕ те хăвăрт малалла утса кайрĕ.

Эпир ăна вăл мĕн курăнми пуличченех пăхса тăтăмăр.

Тупмалли

Ваçлей Давыдов-Анатри Сатин кĕпе Аслă Арапуç Аннеçĕм, анне… «Тимĕр карта» Кăлюк аппа Тĕрĕс калать атте… Хусана—вĕренме Сатин кĕпе Пăрлă çумăр Ĕнтюк туйĕ Атте тусĕ Шăрттан Сиенлĕ вăйă Каçхи вăйăра Праçник Хĕрес Хĕрлĕ галстук Иксĕмĕре пĕр карттус Кунта Ленин вĕреннĕ Пăр каять Кимĕпе Чутах сурăхсăр юлаттăмăр Иван Евгеньевич «Хĕрлĕ хĕлхем» Йăмра айĕнче Чипер инке Акатуй Сăвă-юрă янăрать Укçа енчĕкĕ Нарспи Нонна Кирилловна Марине Вăрăм пушă Чун хĕлхемĕ Пичче—салтак Çĕнĕ сăн Эпĕ—комсомолец Йăмрасем, тирĕксем… Сывă пул, тăван ялăм… Тăван хуламăрта Халăх поэчĕ Шупашкар çăкисем Эпĕ çапла шутлатăп…

Сатин кĕпе

Макçăм пичче хулара институтра вĕренме пуçланăранпа çур çул иртрĕ.

Пĕр хĕллехи кун пиччерен çыру илтĕмĕр. Унта вăл раштава киле, канма пыратăп, тесе çырнă. Атте Йĕпреç станцине, вăтăр пилĕк çухрăма, пиччене илме лашапа кайрĕ. Эпир, киле юлнисем, савăннипе ниçта кайса кĕме пĕлместпĕр: пичче, хула çынни, «вăрман улпучĕ», яла канма таврăнать!

— Килеççĕ, килеççĕ,—тесе кăшкăрса ячĕ Иван пичче, урамран пÿрте чупса кĕрсе.

Вырăсла хапха яриех уçăлса кайрĕ. Пирĕн ума хула тумтирĕ тăхăннă çÿлĕ те яштака, çамрăк çын тухса тăчĕ. Хăйне паллама та çук. Ку Макçăм пичче пулчĕ. Эпир пурте ун патнелле ывăнтăмăр. Пичче малтан аннене, унтан пире, пĕчĕккисене, пĕрерĕнпĕрерĕн чуптурĕ. Пÿртре савăнăçлă калаçу пуçланчĕ.

— Халĕ пирĕн пек çынсене, хресчен ачисене, çул уçă. Мана, ялтан килнине пĕлсенех ятарласа чăвашсем валли уйăрнă çурта вырнаçтарчĕç. Вĕренме патшалăх пулăшать, укçа парать. Эпир вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ — пурте пĕрле килĕштерсе, туслăн пурăнатпăр,— каласа парать пичче.

Вара вăл хăйĕн пысăк хутаçне салтрĕ те унтан пĕр шурă хут тĕрки туртса кăларчĕ. Вăл Ленин сăнĕ пулчĕ. Атте ăна çавăнтах, лайăх тикĕслесе, стена çумне çыпăçтарса хучĕ.

— Пÿрт ăш-чикки уçăлсах кайрĕ,— терĕ вăл.

Пичче хутаççинчен тепĕр тĕрке, сатин тĕрки, туртса кăларчĕ.

— Ку пĕчĕк Ваççапа пĕчĕк Пăлюк валли кĕпелĕх,— терĕ.

Тепĕр кунне анне мана пичче парнинчен пĕрремĕш хут сатин кĕпе çĕлесе пачĕ.

Пăрлă çумăр

Шуралса шурăмпуç хăпарать. Хутран-ситрен автансем авăтни илтĕнсе каять. Пăхатăп та — пуç вĕçĕнче анне тăра парать, мана тутлă ыйхăран вăратать.

— Тăр, ачам, тыр вырма каймалла. Çанталăк лайăх,— тет хăй.

Куç уçăлмасть, чăтма çук çывăрас килет. Анчах ним тума та çук — тăмаллах. Картишĕнче атте лаша кÿлсе тăратнă, пире кĕтет. Маюк аппа çыхă тумалли кĕлтесене йĕпетрĕ, хирте çиме хăяр татса кĕчĕ.

— Пурте хатĕр, ларăр,— терĕ атте.

Вара эпир хире, çуртырри пуссине васкарăмăр.

Хĕвел те тухса сарăлчĕ, хăйĕн хĕрÿ, ылтăн хĕлхемĕсене çĕр çине сапалать.

Эпир хĕрсе ыраш выратпăр. Пĕшкĕнме те çук, пĕшкĕнсен — çĕкленме çук — пилĕк ыратать. Пуçа тĕрлĕ шухăш килсе кĕрет.

— Мĕншĕн-ха капла? Ялти пуянсен тырă вырмалли машинăсем пур. Пирĕн вара çурлапа çавасăр пуçне нимĕн те çук. Ĕмĕрех çапла пилĕке авмалла, шăм-шака ыраттарса пурăнмалла-шим?— тесе шухăшлатăп.

Алăра çурла, каллех тырă вырма пуçлатăп: кăчăрт! кăчăрт!

Унччен те пулмарĕ, ман куç умĕ хуралса кайрĕ…

Эпĕ çурлапа кача пÿрнене каснă-мĕн. Пурте ман пата чупса пычĕç. Мĕскер тумалла?

Анне пуçне çыхнă тутăра хĕрринчен хăвăрт çурса илчĕ те ман сурана тăпра сапса çыхса ячĕ.

Алăра каллех çурла. Анне васкатать.

— Каç пуличчен каçалăка пĕтересчĕ,— тет.

Кăнтăрла та сулăнчĕ. Эпир апатлантăмăр: çăкăрпа кăвас, хăяр çирĕмĕр. Унтан пăртак выртса канма çеç шутланăччĕ — тÿпере хура пĕлĕтсем явăнма тытăнчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ — хаяр çил çĕкленчĕ, асар-писер тăвăл пуçланса кайрĕ. Çиçĕм çиçет, аçа çапать. Пăрлă çумăр тăкса антарчĕ. Пирĕн ыраша йăлтах çапса, аркатса хăварчĕ. Анне чăтаймасăр йĕрсе ячĕ.

— Мĕн калас тен: çип çинçе çĕртенех татăлать çав,— терĕ атте.

Инкек куçа курăнса килмест çав.

Ĕнтюк туйĕ

Эпĕ хамăн ĕмĕрте туйра сахал мар пулнă, анчах та Ĕнтюк аппа туйĕ пек туй курман.

Ĕнтюк—Пăлапуç Пашъелĕнчи аннепе пĕр тăван Наçка аппа хĕрĕ. Унăн ашшĕ, Ванюк йысна, ĕçчен, лайăх пурăнакан хресчен пулнă. Ĕнтюк аппа юратнă каччи Арçук та Пашъелĕнчех çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ-амăшĕ те çăкăр-тăвартан çителĕклĕ пурăннă.

Ĕнтюкпа Арçук иккĕшĕ те çынсем пăхса савăнмалла чиперччĕ. Халĕ эпĕ вĕсене аса илетĕп те, куç умне ытарма çук хÿхĕм сăнлă Нарспипе Сетнер тухса тăнăн туйăнать. Ванюк йыснапа Наçка аппа хăйсен юратнă хĕрне вăйлă туйпа пама килĕшнĕ-мĕн. Туя чылайччен хатĕрленчĕç. Пирĕн атте Пикшĕкрен, пуян Тямачран, эрешлĕ ашăк, пĕкĕ çине çакмалли кĕмĕл шăнкăравсем кайса илчĕ.

Хĕр туйĕ те, арçын туйĕ те çулла çимĕк вăхăтĕнче пуçланчĕ. Хĕр туйне пирĕн килтен Иван пиччепе Маюк аппа кайрĕç. Туй Арапуçне килмелли кун урамра иртенпех çамрăк-кĕрĕм, ача-пăча хĕвĕшме пуçларĕ.

Унччен те пулмарĕ, пÿрт умĕнче:

— Килеççĕ, килеççĕ! Пашъел Ĕнтюк туйĕ!— тенĕ сасăсем илтĕнсе кайрĕç.

Хапхана уçса ячĕç. Картишне лав хыççăн лав çĕмĕрттерсе кĕчĕ. Шăнкăрав сасси, лашасем кĕçенни, туй каччисемпе хĕрĕсем юрлани… Пĕтĕм тавралăх кĕрлесе тăрать. Малти кÿме çинче, шур пĕркенчĕк айĕнче, Ĕнтюк аппа. Вăл ура çине тăчĕ те кÿме çинчен аничченех хĕр йĕрри пуçларĕ.

Эй, йыснаçăм, аппаçăм,

Сиртен ытла тăван çук!—

тесенех, ăна хĕр-тантăшсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илме тухнă аттепе анне патне çавăтса пычĕç. Анне пĕркенчĕк айĕнчи хĕре алтăрпа сăра тыттарчĕ те пăшăлтатса сăмах каларĕ. Туй халăхĕ пÿрте кĕчĕ. Сăвă-юрă, ташă-кулă янăрама пуçларĕ.

Ачамăр та маттур Арçук пур,

Кинĕмĕр те чипер Енткик пур…

Вăйçă ура тапса купăс калать. Пашъел хĕрĕсемпе Арапуç каччисем мăшăрăн-мăшăрăн туха-туха ташлаççĕ.

Ĕнтюк аппа, пĕркенчĕкне пичĕ çинчен пăртак сирсе, пирĕн тăвансене Кăлюкпа Макçăма, Иванпа Маюка, Вихтăрпа Пĕлькана асăнса йĕме пуçларĕ. Черет ман пата та çитрĕ.

Çу кунĕсем çитсессĕн,

Эп хăнана килсессĕн,

Чупа-чупа кĕреттĕн,

Аппа, тесе чĕнеттĕн…

Çак сăмахсене илтсен, эпĕ те чăтаймарăм, ĕсĕклесех йĕме тытăнтăм: чĕре çумĕнчен ĕмĕрлĕхех темĕн уйрăлса кайнăн туйăнчĕ.

Туй çаплах кĕрлет. Аттепе анне сĕтел çумне, тĕпелти сак çине ларчĕç. Вĕсен умĕнче Ĕнтюк аппа. Пиллĕх пуçланчĕ.

— Лайăх, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнăр. Пурнăçра тем те пулать, лайăххине те, усаллине те курма тĕл килет. Йывăр кунсенче пуçăра-аллăра усса ан ларăр,— терĕ анне.

— Ваттисене çынлăхран ан кăларăр. Урайар тулли ача-пăча чупса çÿремелле пултăр,— тесе хушса хучĕ атте. Пиллĕх вĕçленсен, хĕр çумĕсем пĕр çаврăм юрă юрласа ячĕç:

Кÿлнĕ лаша нумай, ай, тарсассăн,

Хăмăт пăявне вăй тивет.

Туй çыннисем нумай, ай, ларсассăн

Аппа-йысна, сире вăй тивет…

Туй юрри пĕтĕм таврара янраса тăрать. Çапла, Ĕнтюк аппа туйĕ ĕмĕрлĕхех ман асăмра тăрса юлчĕ.

Атте тусĕ

Аслă Арапуç — пасарлă ял. Унта, эпĕ ача чухне те, кашни кĕçнерникун пĕтĕм тавраран çын пухăнатчĕ. Эрне сиктерсе тенĕ пек пасара Люля вырăсĕ Николай Сосков килетчĕ. Вăл яланах пирĕн пата кĕретчĕ. Эпир ăна Куля пичче, тесе чĕнеттĕмĕр. Куля пиччепе атте тĕл пулсан, ыйхă çинчен те манса каятчĕç, çĕрĕпе калаçатчĕç. Ăçтан кăна сăмах тупăнатчĕ-ши вĕсен?

Куля пичче пурăнакан Люля — Сăр вăрманĕ варринче ларакан ял. Тен, çавна пула-и, вăл час-часах пирĕн валли чĕреспе çырла е кăмпа, е тата çăпата тума çĕнĕ пушăт илсе килетчĕ. Эпир те ăна ахаль тумастăмăр: çĕрулми е купăста парса яраттăмăр.

Пĕррехинче пирĕн анне кăмака умĕнче ăнсăртран вĕри шывпа урине пĕçертрĕ. Нумай тертленнĕ вăл. Çак инкек çинчен Куля пичче илтнĕ-мĕн. Вăл пирĕн пата персе те çитрĕ, пурăш çăвĕ илсе килчĕ.

— Санюк йăмăкăм, эсĕ инкек курнине илтсен, эпир çемйипех çав тери кулянтăмăр. Эпĕ пурăш çăвĕ илсе килтĕм акă, вăл ÿт пиçнине тÿрлетме пулăшаканччĕ,— терĕ вăл.

Куля пиччен ырă кăмăлĕ аннене чун-чĕререн савăнтарчĕ. Вăл уринчи суранĕсене пурăш çăвĕпе сĕрчĕ. Пулăшрĕ хайхи: нумай та вăхăт иртмерĕ — аннен ури самайланчĕ, тÿрленчĕ. Вăл килте те, уйхирте те ĕçлеме пуçларĕ.

Пĕррехинче Куля пичче аттене хăнана чĕнчĕ. Атте хăйпе пĕрле мана та лартса кайрĕ. Хăна пулнă хыççăн Куля пичче пире вăрмана, улма-çырла, кăмпа нумай вырăна илсе тухрĕ. Чылай çÿрерĕмĕр эпир вăрманта. Мĕн-мĕн кăна курмарăмăр пулĕ унта: тарăн çырмасем, пин-пин сасăллă кайăксем, нихçан курман ÿсентăран… Хамăр виçсĕмĕр те шăкăл-шăкăл калаçса пыратпăр. Унччен те пулмарĕ, атте хаяррăн кăшкăрса ячĕ: малта, вĕтлĕхре — упа!

— Иван Давыдч, ан шавла, ан çилентер… Упа тапăнма пултарать,— терĕ Куля пичче.

Эпир шăплантăмăр, упа мĕн тунине пăхса тăратпăр. Упа, пирĕн еннелле пăхса, пуçне пĕр-икĕ хутчен çÿлелле каçăртса илчĕ те малалла утса кайрĕ. Çав вăхăтрах ăна хирĕç виçĕ упа çури сике-сике тухрĕç.

Çапла эпĕ Сăр вăрманĕнче пĕрремĕш хут упа куртăм.

Шăрттан

Пирĕн çичĕ çулхи ватă така пурччĕ. Вăл пурăннăçемĕн усалланса пыра пуçларĕ. Хамăр урамри пĕчĕк ачасене мĕн чухлĕ сĕксе йăвантарман, мĕн чухлĕ йĕртмен пулĕ.

— Çук капла юрамасть. Ватă такана Питрав çитсен пусатпăр,— терĕ атте.

Чăнах та, пĕр çуллахи хĕвеллĕ кун çак такана пусрĕç. Анне така хырăмлăхне вĕри шывпа çуса тасатрĕ те ун ăшне аш, ÿпке-пĕвер вакласа тултарчĕ, шăрттан турĕ. Ăна виçĕ хутчен вĕри кăмакана лартса пĕçерчĕ, чăлана, кашта çине çакса хучĕ.

— Аван пулчĕ-ха ку япала. Хире илсе кайма та юрать. Трихвун кукку хăнана килсен, сĕтел çине лартма та кăмăллă,— терĕ вăл.

Чăлана кĕме çук сăмсана тутлă шăршă çапать. Мĕн тăвас? Эпĕ шăрттан çинелле пуçа çĕкле-çĕкле пăхатăп. Чăтаймарăм, шăрттана кашта çумĕнчен салтса илтĕм те — шăтартăм. Çак пĕчĕк шăтăкран пÿрне вĕçĕ пек аш татăкĕ кăлартăм та каллех питĕрсе хутăм.

Шăтăк кунсерен ÿссе, пысăкланса пычĕ, унта алă та кĕрекен пулчĕ. Юлашкинчен шăрттан йăлтах пушанса юлчĕ. Кашта çумĕнче унăн хутаççи çеç çакăнса тăрать.

Ун çине пăхсан пĕтĕм çан-çурăм, çÿç-пуç чĕтресе каякан пулчĕ.

Пĕр кунхине хайхи Трихвун кукка хăнана персе çитрĕ. Анне чупкаласа çеç çÿрет: сĕтел çине лартма апат-çимĕç хатĕрлет. Вăл васкаса чăлана кĕрсе кайрĕ. Паллах, унта мĕн пулса иртнине эпĕ каласа пама пултараймастăп. Анчах та анне тарăхса: «Эх, мур илесшĕсем, пĕр татăк та хăварман. Пушă хутаççи çеç çакăнса тăрать!» тенине халĕ те лайăх астăватăп.

Трихвун кукка хăнаран кайсан, мана шăрттаншăн хытах лекрĕ,— питçăмарти чылайччен хĕрелсе çÿрерĕ.

Сиенлĕ вăйă

Çуллахи шăрăх кун. Тÿпере хĕвел хĕртет. Хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Халăх хирте тырă вырать. Ял хушшинче пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмест. Хушăран çеç ача-пăча кăшкăрашкалани, йытăсем вĕркелени илтĕнкелет.

Çав кун анне мана хире, тырă вырма илсе каймарĕ, кил сыхлама хăварчĕ. Эпир, касри ачасем, пĕрле пухăнса Пăларан шыва кĕрсе хăпартăмăр та пирĕн картишĕнчи аслăк çинчен сикмелле выляма тытăнтăмăр. Пĕри сикрĕ, тепри… Черет мана та çитрĕ. Эпĕ темле хăраса, çÿçенсе илтĕм, анчах та ыттисенчен юлас мар терĕм — сикрĕм. Ман çавăнтах куç умĕ хуралса кайрĕ, хам хаяррăн кăшкăрса ятăм. Кайран пăхатăп та — сулахай алă кăкăр шăмми айне пулнă. Ăна хускатма та çук, çав тери ыратать. Ман тавра ача-пăча хĕвĕшет. Никам ним тума пĕлмест. Ваттисен сăмахĕ — вăйăран вăкăр тухать, тени тĕрĕсех-мĕн.

Пиртен инçех мар пĕр ватă Алюç карчăк пурăнатчĕ. Ăна ал-ура сиксен, суранлансан сиплеме ăста тетчĕç. Эпир йăвасенчен пĕр теçетке çăмарта пухрăмăр та ун патне кайрăмăр.

— Санăн, ачам аллу сикнĕ. Лартас пулать, унсăрăн юрамасть, чăлах пулса юлатăн,—терĕ Алюç инке. Хăй çавăнтах манăн алла, ăшă шывпа, супăньпе çемçетсе, турткалама пуçларĕ. Анчах те лартрĕ вырăнне, те лартаймарĕ — алă çаплах сурать те сурать…

Эпĕ хам алла амантнине чылай вăхăт хушши аттепе аннерен пытарса пурăнтăм. Вăл темле ыратсан та шăла çыртаттăм, шарламастăм. Ун пек тума юраман иккен: ман алă ĕмĕрлĕхех сиенленсе юлчĕ.

Каçхи вăйăра

Хĕвел Сăр вăрманĕ хыçне анса пытанчĕ, каç пулчĕ. Хĕрсемпе каччăсем, алла-аллăн тытăнса, Пăла хĕрринчи çерем çине вăййа васкаççĕ. Шурă кĕпе тăхăннă хĕрсем акăшсем пек ярăнса утса пыраççĕ. Кăкăрĕсем çинче тенкисем, утнă май, чăнкăртатса илеççĕ. Юррисем мĕнле тата! Кам шухăшласа кăларнă-ши вĕсене?

Кас суханне касмăттăм,—

Çиес килни пĕтĕрет.

Каçхи вăййа тухмăттăм,—

Тухас килни тĕтĕрет.

Е тата:

Йăмра çине тăм ÿкет,

Хĕвел пăхать — ирĕлет.

Выльăр-кулăр, тантăшсем,

Çамрăк ĕмĕр час иртет.

Ăçтан каласа пĕтерĕн вĕсене! Юрă хыççăн юрă янăрать. Каччăсем, виçшерĕн, тăватшарăн тытăнса, вăйă карти тавра уткаласа çÿреççĕ, хĕрсем çине ăшшăн-ăшшăн пăхса илеççĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ картина вăл, пирĕн енчи çамрăксен вăййи. Хăйне евĕрлĕ балет темелле.

Эпир, пĕчĕккисем, вăйă варрине кĕре-кĕре тухатпăр, пĕр-пĕрне тытмалла вылятпăр.

Анчах савăнăçлă вăхăт хăвăрт иртет çав, часах çур çĕр те çитсе килет. Арапуç хĕрĕсем пĕр енне, Анат Чакă хĕрĕсем тепĕр енне кайса тăраççĕ те «Çерем уçса вир акрăм» юрра шăрантарма тытăнаççĕ:

— Çерем уçса вир акрăм, вир акрăм!

— Эпир ăна таптатпăр, таптатпăр.

— Эсир мĕнпе таптатăр, таптатăр?

— Кĕтÿ кĕртсе таптатпăр, таптатпăр.

— Эпир ăна тытатпăр, тытатпăр.

— Эсир мĕнпе тытатăр, тытатăр?

— Чĕн йĕвенпе тытатпăр, тытатпăр.

— Эпир ăна илетпĕр, илетпĕр.

— Эсир мĕнпе илетĕр, илетĕр?

— Пин сум парса илетпĕр, илетпĕр.

— Пин сумăр та кирлĕ мар, кирлĕ мар.

— Сире тата мĕн кирлĕ, мĕн кирлĕ?

— Пире кирлĕ сарă хĕр, сарă хĕр.

Юрă, вăйă вĕçленчĕ, яш-кĕрĕм саланма тытăнчĕ.

Çав самантра çĕрĕмре пĕр хĕр чуна çÿçентермелле кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ. Унăн çинçе сасси каçхи сывлăшра ян! ян! туса саланчĕ.

— Тантăшсем, çăлăр!

Мĕн пулнă тата?

— Тытăр, хĕр вăрлаççĕ,— кăшкăрчĕ çавăнта пĕри.

— Хальхи саманара хĕр вăрлаттармалла-и?

Пĕтĕм тавралăх кĕрлесе кайрĕ. Хĕрĕ пирĕн кÿршĕ Татюк пулнă-мĕн. Çакна пĕлсен, эпĕ те пĕтĕм чун-чĕререн тарăхса кайрăм, çамрăксем пăлханакан вырăна чупса çитрĕм.

Çук, Татюк аппана вăрлама памарĕç. Çĕнĕ самана, çĕнĕ саккун. Хĕр вăррисене такамсем ĕнселесе те илчĕç. Вĕсем вара çаврăнса пăхмасăр тарчĕç.

Арапуç çамрăкĕсем каллех карталанса тăчĕç те, юрă юрласа, кил еннелле уттарчĕç:

Шур саппунăр хуралсан,

Çакассăр та килет-ха.

Кунтан вăйă иртсессĕн,

Тухассăр та килĕ-ха.

Праçник

Эпĕ çиччĕ тултартăм. Вăхăт çитрĕ, манăн шкула каймалла.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тенĕ кун, вырăн çинчен шурăмпуç киличченех сиксе тăтăм, урана васкаса анне тĕртнĕ шурă тăла чăлха тăхăнтăм, атте туса панă çĕнĕ çăпатана сыртăм, хыçа пиртен çĕленĕ сумка çакса ятăм.

Шкула, пĕрремĕш класа, анне ăсатса ячĕ. Вăл мана учительницăпа паллаштарчĕ, ăна ятпа хушамата çыртарчĕ. Учительница эпĕ миçе çÿлтине, аттепе анне, пиччесемпе аппасен ячĕсене ыйта-ыйта пĕлчĕ.

Хут çине кăранташпа çырма пуçличчен эпир чылай вăхăт тăмран тунă тускасемпе, грифельсемпе усă куртăмăр. Шутлама вĕренме хулăран кĕске патаксем туса каяттăмăр.

Эпĕ часах саспаллисене хуша-хуша вулама вĕрентĕм, пăхса çырма тытăнтăм, шутлама ăнкара пуçларăм.

Пĕр кунхине эпир вĕренекен класс стени çине вăрăм шур хут тĕрки çыпăçтарчĕç. Эпир, ачасем, унта мĕн çырнине кашни хăй пĕлнĕ пек вулама пуçларăмăр. Унта хĕрлĕ сăрăпа: «Сывă пултăр Октябрь революцийĕ 8 çул тултарни!» тесе çырнă.

Учительница пирĕн хушăмăра пырса тăчĕ те:

— Ыран пысăк уяв. Сирĕн аçăр-аннĕрсем, пиччĕрсемпе аппăрсем, пĕтĕм халăх ирĕке тухнă кун,— терĕ.

Вăл ачасене уяв кунĕнче шкула лайăхрах тумланса килме хушрĕ.

Тепĕр кунне, эпир, ретĕн-ретĕн тăрса, ял варрине тухрăмăр. Пĕтĕм таврара хĕрлĕ ялавсем вĕлкĕшеççĕ, купăс сасси, сăвă-юрă янăраса тăрать. Уяв пуçланчĕ. Ятарласа тунă çÿлĕ вырăна салтак тумĕ тăхăннă пĕр ватăрах çын тухрĕ. Вăл пирĕн еннелле пăхса сăмах каларĕ, юлашкинчен:

— Сывă пултăр Совет влаçĕ, сывă пулччăр рабочисемпе хресченсем!—терĕ.

Таврана алă çупни, урра! кăшкăрни янăраса кайрĕ.

Салтак тумĕ тăхăннă çын хыççăн сăмах калакансем татах пулчĕç. Вĕсем халăха Октябрь революцийĕ, Ленин çинчен кала-кала пачĕç.

Çынсем килĕсене саланма пуçласан, пире, шкул ачисене, пĕр çĕре пухрĕç те конфетпа премĕк, тетрадьсем, кăранташсем, илемлĕ кĕнекесем парнелерĕç.

Эпĕ килте хам парнесене Вихтăр пиччепе Пĕлька йăмăка та уйăрса патăм. Вихтăр пичче хăйне панă кĕнеке ятне çавăнтах вуласа тухрĕ. Унта вырăсла: «Сам себе агроном» тесе çырнă. Уяв ячĕпе анне пире тутлă апат: улма хăпартни тата пăри пăтти çитерчĕ.

Хĕрес

Хура çĕр шур юрпа витĕнчĕ. Хаяр сивĕсем пуçланчĕç.

Эпир вĕренекен шкул Исмук мучи çуртĕнчеччĕ. Вăл пиртен инçеччĕ. Ман тумтир начарччĕ: çире кивĕ сăхмансăр, хăрах хăлхаллă çĕлĕксĕр пуçне нимĕн те çукчĕ темелле. Шартлама сивĕсенче эпĕ мĕн чухлĕ шăнман, мĕн чухлĕ чĕтресе, шăла шаккаман пулĕ.

Пĕррехинче çапла эпĕ хĕл варринче чирлесе ÿкрĕм. Ман пата, киле, Шурут больницинчен тухтăр илсе килчĕç. Тухтăр хăйĕн пĕчĕк трупине ман кăкăр çине ларта-ларта итлерĕ, пÿрнисемпе ăçтан кирлĕ унтан шакка-шакка пăхрĕ те:

— Сирĕн ачăр йывăрах чирлĕ: ун ÿпки шыçнă,— терĕ.— Эпĕ сире эмел парса хăваратăп. Чирлĕ ачăра халех алăк патĕнчен тĕпеле, ăшă çĕре куçарса вырттарăр. Хĕвел, çутă аптăратасран, ăна мĕнпе те пулин карсан аван пулĕччĕ.

Тухтăр ассăн сывласа илчĕ те сĕтел патне пырса ларчĕ, пĕчĕк арчинчен хут кăларса, çырма пуçларĕ. Анне ман çине хурлăхлăн пăхса илчĕ.

Ман чир вăраха кайрĕ. Эпĕ йăлтах начарланса кайрăм, шăмăсем çеç тăрса юлчĕç. Юлашкинчен калаçайми те пултăм. Атте кун сиктерсе тенĕ пек лавккаран мĕн те пулин илсе килетчĕ. Вăл ман çумма пырса ларатчĕ те пуçран шăла-шăла ачашлатчĕ, хăй илсе килнĕ апат-çимĕçе çитересшĕнччĕ. Анчах ним тума та çук: ăша нимĕн те анмасть…

Пĕр ирхине эпĕ аран-аран куçа уçрăм та аттепе анне пуç вĕçĕнче сăхсăхса тăнине куртăм. Иккĕшин те куçĕсенчен куççуль тумламĕсем юха-юха анаççĕ. Турăш умĕнче çурта çунать. Нимĕн те ăнланмастăп.

— Эй, ырă туррăмăр, ачамăрăн мĕскĕн чунне çÿлти патшалăха яр. Пирĕн пĕтĕм шанăçăмăр сан çинче,— пăшăлтатать анне.

Атте ман куçăм уçăлнине курнă-мĕн. Вăл хăвăрт чĕркуçленсе ларчĕ те:

— Тавтапуç турра, чĕрĕ, чĕрĕ!— тесе, питĕмрен пĕр-икĕ хутчен чуптуса илчĕ…

…Çу кунĕсем килсе çитсен, эпĕ пăртак самайлантăм, ура çине тăтăм, картишне тухакан пултăм. Пĕррехинче çапла, хĕвеллĕ ăшă кун, пĕчĕк витене кĕрсе курма шут тытрăм. Кĕтĕм те хăраса ÿкрĕм: лар çинче пысăк йывăç хĕрес выртать. Эпĕ, васкаса, пÿрте кĕтĕм. Хам сиксе чĕтретĕп, калас тенĕ сăмаха та калаймастăп. Анне ман пата чупса пычĕ те:

— Мĕн пулнă сана, Ваççа? Мĕн пулнă?!— тесе кăшкăрса ячĕ.

Эпĕ, сывлăш çавăрсан, пĕчĕк витере хĕрес курни çинчен каласа патăм. Вĕсем мана лăплантарма тăрăшрĕç: çук, вăл нимĕн те мар, терĕç. Анчах пăртак вăхăт иртсен, чĕрĕлсе çитсен, эпĕ çакна пĕлтĕм: мана ялйыш та, пĕлĕш-тăвансем те вилетех, чĕрĕлесси пулмастех, тесе шутланă-мĕн. Ялти Маруç ятлă юмăç карчăк вара: ачăршăн кулянса хăвăра ан та хавшатăр, чун-чĕререн ан татăлăр: унтан ура çине тăрасси, çын пуласси пулмастех, тенĕ иккен.

Çапла вара, атте ман валли виличченех хĕрес хатĕрлесе хунă-мĕн. Кайран та уншăн вăл чылайччен кулянса-пăшăрханса пурăнчĕ.

Хĕрлĕ галстук

Кăнтăрла сулăнсан, шкултан Вихтăр пичче чупса килчĕ. Хăй калама çук савăнăçлă, мăйне хĕрлĕ галстук çыхнă. Эпĕ ун патне чупса пытăм, хĕрлĕ га лету ка вĕçĕнчен темиçе хутчен тыта-тыта пăхрăм. Анне те, уйран уçлама пăрахсах, пичче çине пăхса ларчĕ.

— Мĕн пулнă сана, Вихтăр? Питÿ çинче хĕвел сиксе ташланăн туйăнать,— терĕ вăл, кулкаласа.

— Эпĕ — пионер,— уççăн каларĕ пичче.

Вăл паян шкулта хăйне пионера илни çинчен сывлăш çавăраймасăр хĕпĕртесе кала-кала парать.

— Пионерăн вĕренÿре те, ĕçре те яланах малта пулмалла,— тет хăй.

Пичче çĕрулмине уйран çирĕ те урама тухса вĕçтерчĕ.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, урамра такам çăриçари çухăрни илтĕнсе кайрĕ. Анне çавăнтах:

— Ах, мĕн пулнă-ши тата? Ку Вихтăр сассине!— тесе, урама васкарĕ.

Эпĕ те ун хыççăн тапса сикрĕм. Пĕтĕм урам кĕрлет. Пуян Хĕветĕр пиччене галстукран ярса тытнă та:

— Пионера кĕтĕн апла, чунна шуйттана сутрăн пулать!— тесе, çÿлелле çĕклет. Пичче пĕрре шуралса, тепре кăвакарса кайрĕ…

Анне ун патне вут-çиçĕм пек ыткăнса çитрĕ, ăна ыталаса илчĕ. Вара, мĕнпур çиллине пухса, Хĕветĕре тĕртсе ячĕ. Кÿршĕсем те ун майлă пулчĕç. Вĕсем те Хĕветĕре:

— Намăссăр, айăпсăр ача çине аллуна çĕклетĕн. Халь çĕнĕ самана: текех сире ашкăнма парас çук!— тесе ятласа тăкрĕç.

Хĕветĕр халăха хирĕç пĕр сăмах та чĕнеймерĕ, пуçне усса килнелле васкарĕ.

Тупмалли

Ваçлей Давыдов-Анатри Сатин кĕпе Аслă Арапуç Аннеçĕм, анне… «Тимĕр карта» Кăлюк аппа Тĕрĕс калать атте… Хусана—вĕренме Сатин кĕпе Пăрлă çумăр Ĕнтюк туйĕ Атте тусĕ Шăрттан Сиенлĕ вăйă Каçхи вăйăра Праçник Хĕрес Хĕрлĕ галстук Иксĕмĕре пĕр карттус Кунта Ленин вĕреннĕ Пăр каять Кимĕпе Чутах сурăхсăр юлаттăмăр Иван Евгеньевич «Хĕрлĕ хĕлхем» Йăмра айĕнче Чипер инке Акатуй Сăвă-юрă янăрать Укçа енчĕкĕ Нарспи Нонна Кирилловна Марине Вăрăм пушă Чун хĕлхемĕ Пичче—салтак Çĕнĕ сăн Эпĕ—комсомолец Йăмрасем, тирĕксем… Сывă пул, тăван ялăм… Тăван хуламăрта Халăх поэчĕ Шупашкар çăкисем Эпĕ çапла шутлатăп…

Иксĕмĕре пĕр карттус

Çĕнĕ самана. Пурнăç пăртак лайăхланса пыни сисĕне пуçларĕ. Аттепе анне пире валли лавккаран кĕпе-йĕм çĕлеме пусма таварсем те иле пуçларĕç.

Пĕррехинче атте пахчара çĕрулми çумлакан аннене:

— Итле-ха, Санюк, лавккана карттус, çĕлĕк нумай килнĕ. Вихтăрпа Ваççана иккĕшне пĕр карттус илсе парар мар-и,— терĕ.

Анне хирĕçех пулмарĕ.

— Укçине тупайăпăр-ши вара?— тесе çеç хучĕ.

Атте çав кунах пире, Вихтăрпа иксĕмĕре, лавккана ертсе кайрĕ. Эпир çич-сакăр карттус тăхăнса пăхрăмăр. Пурте пĕринчен пĕри лайăх. Хăмăртарах тĕслине, йăлтăртатса тăракан хура сăмсаллине суйласа илтĕмĕр. Эпĕ те, Вихтăр та чикĕсĕр савăннă : пирĕн ятпа пĕрремĕш хут карттус туяннă-çке-ха!

Чылай вăхăт хушши тăхăнтăмăр ăна. Карттус тăрри те, кăшăлĕ те, кивелсе, çĕтĕле пуçларĕç, сăмси те икĕ çĕртен çурăлса кайрĕ. Анчах, çак карттуса аса илсен, халĕ те чĕре сÿлетсе каять: уншăн эпир Вихтăрпа кун сиктерсе пĕрре вăрçса илеттĕмĕр. Пĕр вăхăтрах карттуса эпĕ те, Вихтăр та тăхăнасшăнччĕ. Кам вăйлăрах, çав çĕнтеретчĕ, çапла вара карттус ялан тенĕ пекех Вихтăр пуçĕнчеччĕ.

Кунта Ленин вĕреннĕ

Хĕллехи шартлама сивĕ кун. Эпир Хусантан, Макçăм пиччерен, çыру илтĕмĕр. Пичче аттепе аннене Хусана, хăнана чĕнет иккен. Пуриншĕн те пысăк савăнăç темелле. Эпĕ йăпшăнараххăн атте çумне пырса тăтăм та мана та хăйсемпе пĕрле хулана илсе кайма ыйтрăм.

— Ачам, сывлăху начар: çул çинче шăнса пăсăлсан, мĕн курăпăр. Санăн шкула каймалла. Пыраймастăп пулĕ,— терĕ мана атте.

Эпĕ кулянма пуçларăм. Анне çакна сиснĕ-мĕн. Пĕр каçхине вăл аттене, сăхман саплаканскерне, ĕçлеме чарсах:

— Ванька, Ваççана та пиччĕшĕ патне хамăрпа пĕрле илсе каяр мар-и. Вăл питĕ пырасшăн çунать. Ача ĕмĕтне татас мар,— терĕ.

Аннен çак сăмахĕсем манăн çамрăк чун-чĕрене йăлтах уçса ячĕç. Эпĕ атте куçĕнчен пăхса тăратăп, вăл мĕн каласса кĕтетĕп. Атте те хальхинче хирĕç пулмарĕ.

— Учительтен кайса ыйтас. Вăл мĕнле канаш парĕ,— терĕ.

Эпĕ тепĕр куннех кун çинчен хамăра вĕрентекен учителе, Гаврил Викторовича, каласа патăм. Учитель пĕрре те хирĕç пулмарĕ. Ку çеç те мар, вăл мăна хулана кайса килни çав тери усăллă пуласси çинчен кала-кала ăнлантарчĕ.

Инçе çула тухиччен мана килтисем пурте лайăх, ăшă тумлантарма тăрăшрĕç, хамăн тăла сăхман çине Маюк аппан кĕрĕкне тăхăнтарчĕç, пилĕк тавра хĕрлĕ пиçиххи çыхса ячĕç. Пирĕн Хусана чугун çулпа каймалла. Йĕпреç станцине лашапа çитрĕмĕр, унта пире Тукайри Тимуш йысна ăсатса ячĕ.

Атте станцинче пĕр хĕрлĕ карттуслă пуçлăх патне кĕчĕ. Пуçлăх ăна Хусана, пичче патне, эпир пыни çинчен пĕлтерсе, телеграмма çаптарма пулăшрĕ.

Хусана эпир ирхине çитрĕмĕр. Куç умне халиччен нихçан курман çÿллĕ çуртсем, фабрикăсемпе заводсен трубисем тухса тăчĕç. Станцире халăх туллиех. Йăлт аташса, çухалса каймалла.

Пĕр кĕтмен çĕртен çынсен хушшинчен Макçăм пичче персе тухрĕ. Вăл эпир Хусана лайăх çитнишĕн савăннă пулас, ăшшăн кула-кула илет. Пичче çавăнтах лав тупрĕ. Аттепе анне лав çине тĕпе ларчĕç, эпĕ вĕсен чĕрçи çинче, Макçăм пичче ямшăк çумне. Ямшăкăн таканлă лаши чул сарнă ÿрамсене шăк-шак! тутарса, илемлĕ сасă парса пырать. Урам хыççăн урам иртсе юлать. Акă, пирĕн ума вăрăм та шап-шурă çурт тухса ларчĕ. Умĕнче кĕрешрĕн те хулăн, çÿлĕ чул юпасем. Вĕсем те шап-шурă.

— Ку — университет. Унта Ленин вĕреннĕ!— терĕ пичче.

Çак сăмахсене илтсен, атте çĕлĕкне хыврĕ, пуçне çак пысăк çурт енне тайса илчĕ.

Макçăм пичче пире çитнĕ кунах лавккасене илсе кайрĕ. Çапла, пĕр пысăк лавккара çÿренĕ чух анне, кĕтмен çĕртен, атте еннелле çаврăнчĕ те:

— Ак тамаша! Куратăн-и, Ванюк, кунта та ман пекех чăвашла тумланнă хĕрарăм çÿрет!— терĕ.

Эпир пурте кулса ятăмăр.

— Вăл — эсĕ. Сана кунти пысăк тĕкĕр çапла кăтартать. Акă, халĕ эпир утса кайрăмăр та, чăваш хĕрарăмĕ те пирĕнпех пырать,— терĕ ăна атте. Анне хăйне тĕкĕр улталанине ăнланса илчĕ, вăл та пирĕнпех кулчĕ.

Эпир Хусанта пĕр эрне пурăнтăмăр. Ăçта кăна çитмерĕмĕр пулĕ. Кунта пурнăçра чи малтанхи хут музей, кино куртăмăр.

Киле таврăнсан, эпĕ хулара хам мĕн курни çинчен шкул ачисене хавхаланса кала-кала патăм.

— Маттур, курнине асра тытма пултаратăн,— мухтарĕ мана учитель.

Пăр каять

Пĕр çулхине çуркунне ир килчĕ. Хĕвел хытă хĕртнипе юр та васкаса ирĕлчĕ, йăлăма шыв анса тулчĕ. Ял хушшинчи çырмасем васкаса, шавласа юхаççĕ. Ача-пăча кулли ир пуçласа мĕн каç пуличчен кĕрлесе тăрать. Пĕри пĕве пĕвелет, тепри хăй тунă шыв арманне авăртать, виççĕмĕшĕ йăмра çине хăпарнă, шăнкăрч йăви çакать… Ытла та илемлĕ çав çуркунне!

Вăхăт çитнĕ. Пĕтĕм ялйыш Пăла урлă хывнă аслă кĕпере пăр илсе каясран сыхлама тухнă. Унччен те пулмарĕ, кай енчен Пăла çĕкленсе килнĕн туйăнса кайрĕ. Пăр шатăртатать, çырана пыра-пыра çапать. Кĕпер силленсе çеç тăрать.

— Ара, кĕперсĕр мĕнле пурăнмалла, ăçталла каймалла. Ăна, мĕнле те пулсан, çăлса хăвармалла!— кăшкăраççĕ пакурсемпе пăра ватакан çынсем. Мĕнпур халăх, ватти-вĕтти пурте тăрăшать.

Акă, каллех пăр йăтăнса килчĕ, кĕпере çÿлелле çĕклесе илчĕ те ун айĕнчи сăвайсене шатăртаттарса çĕмĕрсе кайрĕ… Тĕлĕнмелле: канатсемпе пур енчен те çирĕп çыхса лартнă кĕпер ванмарĕ, тĕрĕс-тĕкел тăрса юлчĕ, вăл аслă Пăла урлă яланхи пекех мăнаçлăн карăнса выртать.

Арапуçсем тăрăшни харама каймарĕ. Ахальтен мар иккен çав:

— Пĕр çын сурать — типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать,— тенĕ ваттисем.

Кимĕпе

Каçхине ăшă çумăр çуса иртрĕ. Ирхине çав тери ырă, ăшă çанталăк пуçланчĕ — мĕн каçчен хĕвел хĕртрĕ. Эпир, касри ачасем пĕрле пухăнса, кăнтăрла Пăла хĕррине вĕçтертĕмĕр. Вăл кун шыва миçе кĕнине шутласа та кăлараяс çук: çÿç типессе çеç кĕтсе ларатпăр. Çав хушăра пурте шыв çинче вĕçекен шуркутсене сăнатпăр. Ĕçчен кайăк темерĕн çав! Мĕн кăна тумаççĕ вĕсем. Çыран хĕрринчи йăвисене кĕре-кĕре тухаççĕ, чĕпписене апат парса хăвараççĕ, шыв çинче çăвăнса илеççĕ. Чĕвĕл-чĕвĕл сассисем чуна уçсах яраççĕ хăйсем. Эх, çутçанталăк илемĕ! Пĕтĕм чĕрчуна савăнăç кÿрет çав, иçмасса!

Эпир килсене саланма çеç шутланăччĕ, çав самантра Пăла тăрăх, анат енчен, кимĕсем хăпарнине курах кайрăмăр. Вĕсем çинче каччăсемпе хĕрсем. Таврана юрă сасси илемлĕн янăраса кайрĕ:

Шур-шур аппа, шур аппа,

Чÿрече витĕр пăх, аппа.

Ытла пĕвÿ çитмесен.

Арча лартса пăх, аппа…

Ха, кимĕсем çинчи яш-кĕрĕм пурте хамăр палланă çынсем. Малти кимĕ çинче — Альтюк аппа, Тимахви пичче хĕрĕ. Вăл аллине вылята-вылята илет, юрă хыççăн юрă пуçласа ярать.

Альтюк аппа хулара вĕренет, халĕ яла канма килнĕ. Унăн шăнкăрав пек уçă сасси, хÿхĕм кулли пирĕн пĕтĕм чун-чĕрене çĕклесе ячĕ.

Çамрăк хĕр сăн-сăпачĕ çуллахи ылтăн хĕвел пек çиçет. Альтюк аппана пĕтĕм ялйыш — ватти-вĕтти хисеплет, юратать.

— Альтюк ĕçчен, ырă кăмăллă хĕрача — пурне те пултарать,— тет вара пирĕн анне.

Çак чунтан килекен сăмаха вăл ахалех каламантăр çав. Альтюк аппа, чăнах та, çĕнĕ саманан çĕнĕ çынни. Вăл пирĕн ялти хĕрсенчен чи малтан комсомола кĕнĕ. Хĕрÿллĕ комсомолка халĕ хамăр ял каччисемпе хĕрĕсене çутталла туртăнма, çĕнĕлле пурăнма вĕрентет.

Акă, вăл паян та вĕсен хушшинче, вĕсен пуçĕнче.

Чутах сурăхсăр юлаттăмăр

Кĕрхи каç. Таврара пĕр сас-чĕвĕ те çук. Хушăран çеç йытăсем вĕрни илтĕнкелет.

Анне картишĕнчен пÿрте васкаса кĕчĕ те, хыпăнса ÿксе:

— Эх, ачамсем, ĕмĕрне пулман япала: шурă сурăх киле таврăнмарĕ!—терĕ.

Вара çавăнтах кивĕ сăхманне тăхăнчĕ те хире, сурăх шырама тухса кайрĕ. Эпĕ те унпа пĕрле вĕçтертĕм. Таçта та çитрĕмĕр: Çăкасарта та, Шăхаль çырминче те пултăмăр, сурăх ниçта та çук.

Умра — тĕттĕм хир. Нимĕн те курăнмасть.

Анне кĕсйинчен шăрпăк кăларчĕ, çутрĕ.

— Кашкăрсем нумай теççĕ. Вĕсем вут çутинчен, сасран хăраççĕ. Ваççа, шăхăр: кашкăрсем тарччăр. Сурăха сыхласа хăварар,— тет хăй.

Эпĕ, пÿрнене çăвара чиксе, ши! ши! шăхăратăп. Унтан пăхатпăр та — эпир улăха çитсе тăнă-мĕн, утă капанĕсем хушшипе пыратпăр. Ак тамаша: пĕр капана качакасемпе сурăхсем тустараççĕ кăна!

— Ав пирĕн сурăх! Ах, ăш çунтармăш! Киле хăвала ăна,— тет мана анне.

Сурăх итлесшĕн мар, утă капанĕнчен ниепле те уйрăлмасть.

Эпир киле çур çĕр иртсен тин таврăнтăмăр.

Çитме ĕлкĕртĕмĕр кăна — сасартăк, пĕр кĕтмен çĕртен, Сител енчен хаяррăн уланă сасăсем илтĕнсе кайрĕç.

— Ара, кашкăрсем улăма пуçларĕç вĕт! Лайăхха, сурăха тупса таврăнтăмăр. Кĕçĕр ăна çав усалсем туртса çуратчех,— терĕ хĕпĕртенĕ анне.

Нумай çÿресе ывăннăскер, эпĕ выртнă-выртманах çывăрса кайнă.

Иван Евгеньевич

Алăк уçăлса кайрĕ. Пăхатпăр та — Иван Евгеньевич, Остроумов хушаматлă учитель. Вăл атте патне килнĕ-мĕн. Хăй чăвашла лайăхах калаçаймасть, такăнать.

— Ванька пичче, мана та пăртак çĕр пачĕç. Акса хăвармалла. Мĕн тусан аван, пĕлместĕп. Санран ăс ыйтма килтĕм,— тет вăл, кăшт калаçкаласа ларсан.

— Ним калама та çук. Яла тин килнĕ çынна пулăшмаллах. Лаша пăртак пушансанах, сухаласа, çÿресе парăп, — тет ăна атте.

Çынна тăванла алă панине кам манма пултартăр-ха? Иван Евгеньевич аттене питех те хисеплетчĕ, юрататчĕ. Хăй пирĕн патăртан тухма та пĕлместчĕ. Çапла, пĕррехинче, вăл ман валли кĕнекесем илсе килчĕ. Кĕнекисене пурне те хитре ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Çав тери пысăк савăнăç пулчĕ маншăн. Эпĕ лара-тăра пĕлместĕп, кĕнекесене уçа-уçа пăхатăп. Мĕнле кăна ÿкерчĕксем çукчĕ пулĕ вĕсенче: вăрман, уй-хир, çурт-йĕрсем, лапталла вылякан ачасем…

Иван Евгеньевич пире часах хăйĕн ачисемпе паллаштарчĕ. Вова, Евгений, Надя ятлăччĕ вĕсем. Хăйсем, ашшĕ пекех, калаçма юрататчĕç, мана вара яланах вырăсла сăмахлама вĕрентетчĕç.

— Товарищ—юлташ, корова — ĕне, привет — салам тени пулать,—тетчĕç.

Иван Евгеньевич мăшăрĕ, Любовь Димитриевна, мана киле кайнă чухне нихăçан та пушă алăпа кăларса ямастчĕ: вылямалли теттесем е мĕн те пулин çимелли тыттаратчĕ. «Кусем сире валли кучченеç», тетчĕ вăл.

Аслă Патăръелĕнче педагогика техникумĕ уçсан, Иван Евгеньевича унта ĕçлеме куçарчĕç. Çакă пире питĕ кулянтарчĕ, хамăртан çывăхран та çывăх тăвансем уйрăлса кайнăнах туйăнчĕ пире. Эпир çемйипех вĕсене ăсатма кайрăмăр.

Иван Евгеньевич çавăн чух ман кăкăр çине хĕрлĕ çăлтăр çакса ячĕ.

— Санăн умăнта, ачам, Ильич уçнă çул выртать. Çав çулпа хăюллăн, паттăррăн ут. Ÿссен, аçу пекех лайăх, ырă кăмăллă çын пул,— терĕ те чуптуса илчĕ.

Тулли лав хускалса кайрĕ.

«Хĕрлĕ хĕлхем»

Ял варринчи шкулта халăх туллиех. Эпир, вĕренекен ачасем, ниçта кайса кĕме пĕлместпĕр, çынсем хушшине хĕсĕнсе кĕресшĕн çÿретпĕр. Халăх çаплах шавлать, пысăк пуху пырать. Ялти ятлă çынсем, коммунистсем, чухăнсем, пĕрин хыççăн тепри тухса, сăмах калаççĕ, халăха колхоза кĕме чĕнеççĕ.

Акă, сăмах илмесĕрех, парта çине Мăран Мирун хăпарса тăчĕ те:

— Çук, эпĕ колхоза тем тусассăн та çырăнмастăп! Эпĕ пурăнасшăн-ха, выçă вилесшĕн мар! Унта кĕрсен арăмсене те, ача-пăчасене те пĕрлештерсе яраççĕ. Вара пурте пĕтрĕмĕр, пурин те пĕр хурантан çимелле пулать!— тесе кăшкăрма пуçларĕ.

Чухăн, аран-аран пурăнакан çын çапла кăшкăрни халăха кÿрентерсе ячĕ, ăна çавăнтах парта çинчен туртса антарчĕç.

Шкул çурчĕ çаплах кĕрлесе тăрать. Пĕрисем колхозшăн, теприсем çук, яхăнне те ямаççĕ. Пуху варрине Удалов хушаматлă вырăс çынни тухса тăчĕ. Ăна Ленинград рабочийĕ, пирĕн пата ятарласа колхоз тума янă-мĕн.

— Тусăмсем, сирĕн умăрта халь çеç Мирун сăмах тухса каларĕ. Вăл, арапуçсем каланă тăрăх, хăй ĕмĕрĕнче нихçан та тăраниччен çăкăр çисе курман. Анчах çак çын колхоза кĕресшĕн мар, ăна хирĕç тăрать. Çук, юлташсем, кунта Мирун хăйĕн шухăшне каламарĕ. Ăна пуянсем хăйсем майлă çавăрнă, вăл вĕсен урапи çинче ларса пыракан çын. Сире, хресченсене, вăл шутра Мируна та, пĕрлешÿллĕ хуçалăх çеç тулăх пурнăç пама, вилĕмрен хăтарма пултарать,— терĕ Удалов.

Вăл каланă хĕрÿллĕ, çулăмлă сăмах пухури çынсене тарăн шухăша ячĕ пулмалла: арапуçсем, пĕрин хыççăн тепри, колхоза çырăнма пуçларĕç. Михаил Катынов, Александр Хромов, Петр Романов…

Вĕсем чи малтан çĕнĕ пурнăç çулĕ çине тăчĕç, пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркелерĕç. Хуçалăха «Хĕрлĕ хĕлхем» ят пачĕç.

Трактор, трактор!

Яла трактор килет!

Ку хыпар яла çав тери хăвăрт сарăлчĕ. Пурте кĕтеççĕ.

Кĕркунне пулин те, хĕвел пайăркисем çуллахи пек ăшă. Йывăçсен сарăла пуçланă çулçисем савăнăçлăн шĕпĕлтетеççĕ.

Кĕçĕн Атăк енчен сасартăк тем кĕрленĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, ачасем:

— Трактор! Трактор!— тесе кăшкăрса ячĕç.

Тем пысăкăш хура хурçă машин, аслă кĕперпе

Пăла урлă каçса, колхоз йĕтемĕ çинелле çул тытрĕ. Ку хайхи трактор тени пулчĕ ĕнтĕ. Ун çинче пĕчĕк хăмач ялав вĕлкĕшсе пырать. Пĕтĕм ял, ватти-вĕтти, пурте трактор хыççăн чупать.

Йĕтем çинче халăх туллиех. Пĕр яштака çамрăк каччă трактор çинчен сиксе анчĕ те сăмах пуçларĕ.

— Ку машинăпа çĕр сухалама та, тырă акса çапма та пулать. Ăна Ленинградра, «Путиловец» заводра тунă,— терĕ вăл.

Вара трактор мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ.

— Халĕ Арапуçне те çĕнĕ ĕмĕр палли, совет саманин палли—трактор килчĕ. Пире çакăн пек хаклă парне панă революци хулин рабочийĕсене пĕтĕм чун-чĕререн мухтав! Хулапа ял хушшинчи тăванла çыхăну, туслăх Малалла та ÿссе, хăватланса пытăр!— терĕ колхоз председателĕ Удалов юлташ.

Кун хыççăн çамрăк каччă ялти ватă çынна, Калла пиччене, хăй çумне, трактор çине лартрĕ те йĕтем тавра виçĕ хутчен çаврăнчĕ. Калла пичче чăтаймарĕ, пĕтĕм чунтан хавасланса:

— Эх, пурнăç, виличчен çак япалана та курмалла пулчĕ иккен!— терĕ.

Йăмра айĕнче

Пирĕн пÿрт çумĕнчи ватă йăмра айне хамăр урамри çынсем пухăнса ларнă. Вĕсем каçса кайса пурнăç çинчен пуплеççĕ.

Йăмра çумне Иван Васильевич Янаслов учитель пырса тăчĕ. Унăн аллинче «Канаш» хаçат.

— Иван Васильч, санăн çĕнĕ хаçат пулас. Вула-ха, мĕнле хыпарсем пур унта,— терĕç ăна касри çынсем.

Учитель хаçат вулама тытăнсан, ман атте ун патнерех сиксе ларчĕ. Вăл сулахай аллине хăлхи çумне тытрĕ те хаçатра мĕн çырнине пĕр сăмах сиктермесĕр итлеме пуçларĕ.

Хаçатра ырă хыпарсем пĕлтереççĕ: хресченсем пур çĕрте те колхоза çырăнаççĕ, пĕрлешсе ĕçлеççĕ.

— Ванька тете, сан та шухăшласа пăхмалла. Кая юлса кĕтĕм тесе кулянмалла ан пултăр,— терĕ Иван Васильевич аттене.

Киле таврăнсан, атте чылайччен каллĕ-маллĕ уткаласа çÿрерĕ, аннепе канашласа пăхрĕ. Эпĕ атте шухăш-кăмăлне сисрĕм, чун-чĕререн хĕпĕртеме тытăнтăм. Кĕтнĕ кун çитнĕн, умра шурăмпуç хăпарнăн туйăнать.

Атте мана, сĕтел хушшинче лараканскере, шур хут листипе кăранташ тыттарчĕ те:

— Çыр, эпĕ халăхпа пĕрле пуласшăн, колхоза кĕресшĕн,— терĕ.

Пирĕн çемье колхоза кĕнĕ хыпар таврана хăвăрт сарăлчĕ. Часах Хусантан, Макçăм пиччерен, çыру илтĕмĕр. Унта вăл хăй савăнни, атте тĕрĕс туни çинчен çырнă.

Тупмалли

Ваçлей Давыдов-Анатри Сатин кĕпе Аслă Арапуç Аннеçĕм, анне… «Тимĕр карта» Кăлюк аппа Тĕрĕс калать атте… Хусана—вĕренме Сатин кĕпе Пăрлă çумăр Ĕнтюк туйĕ Атте тусĕ Шăрттан Сиенлĕ вăйă Каçхи вăйăра Праçник Хĕрес Хĕрлĕ галстук Иксĕмĕре пĕр карттус Кунта Ленин вĕреннĕ Пăр каять Кимĕпе Чутах сурăхсăр юлаттăмăр Иван Евгеньевич «Хĕрлĕ хĕлхем» Йăмра айĕнче Чипер инке Акатуй Сăвă-юрă янăрать Укçа енчĕкĕ Нарспи Нонна Кирилловна Марине Вăрăм пушă Чун хĕлхемĕ Пичче—салтак Çĕнĕ сăн Эпĕ—комсомолец Йăмрасем, тирĕксем… Сывă пул, тăван ялăм… Тăван хуламăрта Халăх поэчĕ Шупашкар çăкисем Эпĕ çапла шутлатăп…

Чипер инке

Кĕркунне. Йывăç çулçисем сарăла пуçланă. Эпир колхоз йĕтемĕнче авăн çапатпăр.

Атте Йĕпреçрен патшалăха тырă леçсе таврăнчĕ. Унпа юнашар, лав çинче, палламан çынсем лараççĕ. Камсем-ши вĕсем? Çав тери пĕлес килет. Эпĕ, алăри кĕреплене пăрахсах, аттене хирĕç чупрăм.

— Ваççа, ан васка, такăнса ÿкĕн,— тет атте. Унччен те пулмарĕ, лав çинчен пĕр çын сиксе анчĕ.

— Питĕ аван. Пысăкланнă, çын пулнă,— тет хăй. Пăхатăп та — Макçăм пичче!

Лаша тăпах чарăнчĕ. Пичче мана икĕ аллипе тытрĕ те çÿлелле çĕклерĕ, вара лав çинчи çынсемпе паллаштарма пуçларĕ.

— Ку санăн инкÿ, Мария Тимофеевна пулать. Ку, пĕчĕкки,— ман ывăл Гера,— терĕ вăл.

Ним калама та пĕлместĕп. Кĕтмен япала, кĕтмен тĕлпулу.

— Тырра пушатнă хыççăн çула тухма çеç хатĕрленнĕччĕ—станцăна Кĕрсе тухас терĕм. Пăхатăп та, платформа çинче пиччÿсем лара параççĕ. Вĕсем яла канма килеççĕ иккен. Аван та пулчĕ. Тулли лавпа кайрăм, туллипе килтĕм,— тет атте.

Эпĕ часах Марье инкепе, Герăпа паллашса çитрĕм. Инке питĕ калаçма юратакан çын пулчĕ. Вăл хулара ÿснĕ, вырăс. Хăй питĕ ятуллă, чипер хĕр арăм. Яла килнĕ кунах вăл аннене пулăшма тытăнчĕ: кĕпе-йĕм çурĕ, пахчаран çĕрулми кăларса килсе яшка пĕçерчĕ…

Эпĕ ăна чипер инке тесе чĕнеттĕм. Пĕррехинче вăл ман çине кулараххăн пăхса илчĕ те:

— Чипер инке тени мĕне пĕлтерет?—тесе ыйтрĕ.

Пиччесем ялта нумай пурăнмарĕç, каллех хулана кайрĕç. Вĕсене ăсатнă кун çав тери кулянтăм: çывăх тăвансене инçе çула ăсатма çав тери йывăр иккенне тепĕр хут туйса илтĕм.

Акатуй

Çак куна эпĕ нумайранпа кĕтеттĕм. Пĕр ирхине вара атте мана тутлă ыйхăран вăратрĕ те:

— Ну, ачам, тăратăн пулĕ, Патăръелне, Акатуйне каймалла,— терĕ.

Анне те хатĕрленнĕ иккен. Вăл хăйĕн хĕр чухнехи тĕрĕллĕ шурă кĕпине тăхăннă, çĕнĕ сурпан çакнă.

Эпĕ вырăн çинчен сиксе тăнă-тăманах сивĕ шывпа çăвăнтăм та, атте нумаях пулмасть илсе панă пиншака, сăран атта тăхăнтăм.

Кунĕ питĕ те илемлĕ, тÿпе тап-таса, сеп-сенкер. Сывлăм шывĕ курăк çинче пин-пин шăрçа сапнăн йăрăлтатса выртать.

Патăрьел — питĕ те илемлĕ ял, Пăла шывĕн ик аяккипе сарăлса ларнă. Кунта кашни çулах таврара чи чаплă Акатуй пулать. Аçтан кăна пуçтарăнмаççĕ-ши унта?! Паян та кунта таврари ялсенчен çав чаплă уява халăх пуçтарăннă. Акă пире хирĕç трантас çине ларнă каччăсемпе хĕрсем хаваслăн юрласа килеççĕ. Пĕр каччи, малти ларкăç çине ларнă та, илемлĕн янраттарса хуткупăс калать. Пăла шывĕ хĕрринче улăхра ав тутар каччисемпе хĕрĕсем карталанса тăнă та ташша çапаççĕ.

Пирĕн лаша аттен çывăх тусĕ Çемен мучи çурчĕ умне çитсе чарăнчĕ. Пÿртрисем эпир килнине курнăмĕн, пурте урама сиксе тухрĕç.

— Ай, пит лайăх, Ванюк хăта çитрĕ! Ванюк хăта çитрĕ! Салам, салам!— тет Çемен мучи.

Çемен мучи ывăлĕсем, Сантăрпа Илюш, лашана тăварчĕç те хăйсен пахчи çумĕнчи çерем çине кăкарчĕç. Пире пÿрте илсе кĕчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ — Çемен мучи мăшăрĕ, Кулине аппа, хурантан кукар яшки антарса лартрĕ. Пысăк чашăк çинче така пуçĕ пăсланать. Унтан вăл турилккесем çине Акатуй ячĕпе пĕçернĕ кукăльне, тăварлă çуне, шăрттанне каса-каса хучĕ. Эпир пурте сарă сĕтел тавра ларса тухрăмăр.

Лайăх хăна турĕç пире Çемен мучипе Кулине аппа. Атте пуçне «симĕс кайăк» та сăхса илчĕ пулас, вăл чăтаймарĕ, хамăр ял юррине юрласа ячĕ:

Сăрт тăррипе нумай утрăм,

Лаппипе те, лаппипе те утас-ха.

Хурлăхне эп нумай куртăм,

Ыррине те, ыррине те курас-ха…

Кăштахран эпир Акатуйне тухрăмăр, ял çумĕнчи укăлча умĕнче уяв пуçланчĕ. Тĕрлĕ ялсенчен килнĕ лашасем, пуçĕсене уха-уха, пĕрин хыççăн тепри ăмăртса чупмалли вырăна кайрĕç. Халăх кĕтет.

— Кам мала тухĕ-ши?— теççĕ çынсем пĕр-пĕрне.

Акă, унччен те пулмарĕ — аслă çул çинче çăра тусан çĕкленчĕ.

— Килеççĕ! Килеççĕ!— кăшкăрса ячĕ такам хыттăн.

Пĕтĕм халăх хускалса кĕрлесе кайрĕ.

— Шăнкăртам лаши!

— Нĕркеç лаши!

— Çук, Анат Туçа лаши!

Анчах вăл та, ку та пулмарĕ, малта — Пикшик колхоз лаши иккен! Мала тухнă лаша çине сурпансем, пурçăн тутăрсем, сĕлкĕсем урта-урта ячĕç. Лаша та хăйне чысланине туйса илчĕ пулмалла: пуçне уха-уха, хуçи хыçĕнчен мăнаçлăн утса пырать.

Унтан, ем-ешĕл çаран çинче йĕкĕтсем кĕрешме тытăнчĕç, теприсем чупма кайрĕç. Ачасемпе пĕрле эпĕ те чупса пăхрăм. Ытла начарах чупмарăм пулмалла: мана кăранташ парнелерĕç.

Сăвă-юрă янăрать

Кĕрхи тĕттĕм каç. Шкулта халăх туллиех. Кĕçĕр кунта ялти комсомолецсемпе çамрăксен концерчĕ пулать. Алăк уçăлчĕ те çынсем хушшине пальто, хура путек тирĕнчен çĕленĕ кăтра çĕлĕк тăхăннă çамрăк çын кĕрсе тăчĕ.

— Шупашкартан Митта килнĕ,— терĕç ман çумра тăракан хĕрсемпе каччăсем. Çаврăнса пăхатăп та, чăнах та, хамăр ял ачи, сăвă-юрă ăсти Митта Ваçлейĕ тăра парать. Ăна часах ялйышсем, тустăвансем хупăрласа илчĕç.

— Спектакль пуçланиччен Ваçлейрен сăвă вуласа пама ыйтас,— терĕ пĕри.

Митта килĕшрĕ, çавăнтах сцена çине хăпарса тăцĕ те хăйĕн сăввисене вулама пуçларĕ:

Мала, комсомол!

Çулсем тăвалла.

Ытах тăвалла-тăк —

Çине тăмалла!

Мала, комсомол!

Çулсем такăр мар.

Ытах такăр мар-тăк —

Тавай такăрлар!..

Ваçлей, сăввисене вуласа пĕтерсен халăх еннелле пуçне тайрĕ. Алă çупни, «Пире хисепленĕшĕн сана рехмет, тавтапуç!» тенĕ сасăсем янраса кайрĕç.

Концерт малалла пырать. Ялти çамрăксем пĕрин хыççăн тепри сăвă, юптару вулама тытăнчĕç. Манпа пĕрле вĕренекен Марине хăйĕн уçă та илемлĕ сассипе «Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт» юрра тăрантарчĕ. Черет ман пата çитсен, эпĕ Петĕр Хусанкай çырнă «Ирĕк тимĕрçĕ» сăвва хавхаланса вуласа патăм:

Вăйлă кăкăрăм

Çăмăллăн сывлать.

Хăнăхнă аллăм

Пĕрмаях шаккать;

Шаккать те ватать

Асап сăнчăрне,

Çĕнĕрен хывать

Тĕнче никĕсне…

Итлекенсене эпĕ сăвă вулани кăмăла кайрĕ пулас, вĕсем хыттăн алă çупса ячĕç.

Концерт вĕçленсен, Митта Ваçлейĕ мана хăй патне чĕнсе илчĕ те:

— Маттур эсĕ, Ваçлей шăллăм, пултаратăн. Кун çинчен, Шупашкара çитсен, Хусанкая хăйне каласа паратăп ĕнтĕ,— терĕ.

Укçа енчĕкĕ

Эпĕ Тури Атăка Елисса аппа патне хăнана каятăп. Йăлăмран иртсе, ыраш пуссине кĕнĕччĕ çеç, çулпала çÿрен ăйăр кÿлнĕ лав килнине курах кайрăм. Лав çинче икĕ арçын, икĕ хĕрарăм шăкăлтатса калаçса пыраççĕ. Пăхатăп та, тилхепе тытса пыраканни палланă çын, Анат Чакăри Кĕçтук пичче пулах кайрĕ. Мана курсан, вăл лашине чарчĕ те:

— Ваçлей шăллăм, Турхана пулсан — лар, пĕрле каятпăр,— терĕ.

— Эпĕ Атăпа, Елисса аппасем патне çитиччен çеç,— терĕм Кĕçтук пиччене.

— Асту эппин.

Лав малалла вĕçтерчĕ.

Йĕри-тавра ыраш пусси. Умра ылтăн тинĕс хумханса выртнăн туйăнать. Путене авăтни чуна уçса ярать. Сисмен те, эпĕ Атăк ялĕ çумне çитсе те тăнă. Укăлча хапхине уçма кăна тăнăччĕ, çул варринче пĕр пĕчĕк енчĕк выртнине курах кайрăм. Ăна алла илетĕп, салтса пăхатăп: укçа! 80 тенкĕ! Мĕн тумалла, ăçта хумалла ăна? Апла та, капла та шутлатăп. Çавăнтах тата атте калани аса килчĕ: тупнă япалана хуçине каялла тавăрса памалла, çын куççулĕпе савăнма юрамасть, тетчĕ вăл. Çапла шухăшласа çеç пыраттăм, хайхи çÿрен ăйăр каялла вĕçтерсе килнине курах кайрăм. Ман пата çитсен, вăл тăпах чарăнчĕ. Кĕçтук пичче хумханать, калас тенĕ сăмахне те калаймасть. Пăртак сывлăш çавăрсан çеç:

— Ваçлей шăллăм, эсĕ мĕн те пулин тупмарăн-и?— тесе ыйтрĕ.

— Çук,—тетĕп эпĕ. Хам çав вăхăтра алăри укçа енчĕкне силлесе кăтартатăп. Ăна курсан, Кĕçтук пичче мана ыталаса илчĕ, пĕр-икĕ хутчен çÿлелле çĕклесе антарчĕ.

— Тавтапуç, çухалман, сан аллуна лекнĕ,—тет.

Пĕр-ик кун иртсен Кĕçтук пичче пирĕн пата пычĕ. Ун аллинче пĕр çыхă кĕнеке. Вăл ăна мана тыттарчĕ те:

— Ку сана укçа енчĕкĕшĕн,— терĕ.— Унта Пушкин, Лермонтов, Шелепи, Ваçанкка сăввисем пур. Эсĕ сăвăсене юрататăн.

Эпĕ Кĕçтук пиччене хаклă парнешĕн пĕтĕм кăмăлтан тав турăм. Кĕнекесене вара темиçешер хут та вуласа тухрăм.

Нарспи

Шап-шурă пуличчен хырнă хăма сĕтел çинче пĕчĕк лампа çунать. Эпир пурте ĕçлетпĕр: атте çăпата тăвать, анне кĕнчеле арлать, эпĕ атте Канашран тупса килнĕ хуплашкасăр, лутăрканса пĕтнĕ кĕнекене вулатăп. Ячĕ те çук унăн, анчах хăй питĕ килĕшрĕ. «Кам çырма пултарнă-ши вара çакнашкал чаплă япалана?»— шухăшлатăп хам, тĕлĕнсе. Вулама пăртак чарăнсанах, атте хистеме тытăнать:

— Вула, ачам, вула,— тет.

Анне те ман çине пăха-пăха илет, вăл та малалла мĕн пуласса кĕтет.

—Кăнтăрлапа пĕтĕм ял

Пĕççисене шарт çапать:

Нарспи виллине тупса,

Нимĕн тума аптăрать.

Çак йĕркесене вуласан, пуçа çĕклесе пăхрăм та шалт тĕлĕнсе кайрăм: аттепе анне иккĕшĕ те ĕçĕсене пăрахнă, куçĕсене шăлса лараççĕ.

— Эх, ĕлĕкхи самана! Эх, хĕрарăм шăпи!— тет анне, чунтан хурланса.

Эпĕ малалла вулатăп:

— Хĕвел анчĕ, каç пулчĕ,

Чăваш çынни çывăрать.

Хĕвел тухрĕ, çутăлчĕ,

Чăваш ĕçе тытăнать.

Анчах пирĕн Нарспишĕн

Ĕмĕрлĕхе каç пулчĕ.

Ĕмĕр тĕттĕм тупăкра

Хуйхи-суйхи татăлчĕ….

Вуласа пĕтертĕм, кĕнекене хупрăм та шухăша кайрăм. Куç умне унта çырса кăтартнă çутçанталăкпа çĕршыв илемĕ, чăваш çыннисен тертлĕ те хурлăхлă пурнăçĕ, Нарспипе Сетнер кунçулĕ тухса тăчĕ.

Анчах çак кĕнекене Константин Васильевич Иванов çырнине эпĕ каярахпа тин пĕлтĕм, ăна хисеплесе пĕтĕм чун-чĕререн пуçа тайрăм.

Тупмалли

Ваçлей Давыдов-Анатри Сатин кĕпе Аслă Арапуç Аннеçĕм, анне… «Тимĕр карта» Кăлюк аппа Тĕрĕс калать атте… Хусана—вĕренме Сатин кĕпе Пăрлă çумăр Ĕнтюк туйĕ Атте тусĕ Шăрттан Сиенлĕ вăйă Каçхи вăйăра Праçник Хĕрес Хĕрлĕ галстук Иксĕмĕре пĕр карттус Кунта Ленин вĕреннĕ Пăр каять Кимĕпе Чутах сурăхсăр юлаттăмăр Иван Евгеньевич «Хĕрлĕ хĕлхем» Йăмра айĕнче Чипер инке Акатуй Сăвă-юрă янăрать Укçа енчĕкĕ Нарспи Нонна Кирилловна Марине Вăрăм пушă Чун хĕлхемĕ Пичче—салтак Çĕнĕ сăн Эпĕ—комсомолец Йăмрасем, тирĕксем… Сывă пул, тăван ялăм… Тăван хуламăрта Халăх поэчĕ Шупашкар çăкисем Эпĕ çапла шутлатăп…

Нонна Кирилловна

Ачасем, савăннипе, ниçта кайса кĕме пĕлмеççĕ.

— Çĕнĕ учительница килнĕ. Пире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлать!

Эпир пурте партăсем хушшине кĕрсе лартăмăр та урок пуçланасса кĕтетпĕр. Алăк хуллен уçăлчĕ, пирĕн умма сарă çÿçлĕ çамрăк хĕрача кĕрсе тăчĕ.

— Эпĕ — сирĕн учительница. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлатăп. Мана Нонна Кирилловна Еремеева, тесе чĕнеççĕ,— терĕ вăл.

Хăй вырăсла та, чăвашла та çав тери лайăх калаçать. Эпир ăна часах хăнăхса çитрĕмĕр, ун урокĕсенче пĕрре те шавламастăмăр, вăл каланисене яланах юратса итлеттĕмĕр.

Пĕр çул ытла вĕрентрĕ Нонна Кирилловна пире. Çак учительницăна ял халăхĕ те кăмăллатчĕ, хисеплетчĕ :

— Ытла та лайăх хĕрача. Ватти-вĕттипе пуринпе те калаçать. Ырришĕн савăнать, начарришĕн кулянма пĕлет,— тетчĕç ун çинчен арапуçсем.

Нонна Кирилловна Ульяновскри чăваш педагогика техникумĕкчен вĕренсе тухнă-мĕн. Çавăнпа пулĕ ĕнтĕ, вăл яланах хăй вĕреннĕ хулапа шкул çинчен кала-кала паратчĕ.

— Ульяновск — Ленин çуралнă хула. Унта Владимир Ильич ашшĕн тусĕ, чăваш çынни Иван Яковлев вĕреннĕ, ĕçленĕ. Ульяновск хамăр тăван халăхăн мухтавлă ывăл-хĕрĕсен ячĕсемпе çыхăннă. Кунта пирĕн культура вучахĕ ялкăшса тăнă,—тетчĕ вăл пире. Аван учительницăччĕ, лайăх çынччĕ Нонна Кирилловна. Анчах тепĕр çултан халăхра вăл пирĕн ялтан каять, текен хыпар сарăлчĕ. Чăнах та, сăмах ахалех пулман иккен: Нонна Кирилловна хамăр ял ачине, Митта Ваçлейне, качча тухрĕ, унпа пĕрле Шупашкара куçса кайрĕ. Эпир пурте ăна ăсатма шкула пухăнтăмăр.

— Ну, шăллăмсем, йăмăкăмсем, асир мана нумай савăнтартăр: тăван чĕлхепе литературăна юратса вĕрентĕр. Çакна ан манăр: тăван чĕлхене хисеплекен çын ашшĕ-амăшне те, çĕршыва та хисеплет, юратать,— тесе хăварчĕ пире Нонна Кирилловна.

Юратнă учительницăн çак сăмахĕсене эпĕ ĕмĕрлĕхех астуса юлтăм. Вĕсене, шкул ачисемпе тĕл пулса калаçнă чух, хам та калатăп халĕ.

Марине

Кÿршĕ Хĕрĕ, манпа пĕрле вĕренекен Марине хăйĕн йăмăкне, Ульхана, Пăла хĕрринчен çавăтса хăпарать. Иккĕшĕ те йĕтĕн пиртен çĕленĕ кĕпе тăхăннă. Хăйсем, чĕкеç чĕпписем пек, шăкăл-шăкăл калаçса пыраççĕ.

Маринене курсан, эпĕ вăтаннă пек пултăм, вăл мана ан куртăр тесе, пĕр ватă йăмра хыçне пытантăм.

Аван хĕрача Марине. Унăн мăшăр кăвак куçĕсем икĕ çутă çăлтăр пек ялкăшса тăраççĕ. Пĕвĕ вара пĕчĕк те яштака хăва пек. Хурарах çÿçĕ çил вĕрнипе хумхана-хумхана илет.

Кăнтăрла тĕлĕнче Марине пирĕн пата пычĕ, хăй пĕчĕк çава йăтнă. Калинккерен кĕнĕ-кĕменех:

— Ванька тете килте-и? Эпĕ аннепе утă çулма каясшăн та, çава мăкалнă, туптаттарасшăнччĕ,— терĕ.

Атте мăлатук тытрĕ те сунтал умне пырса ларчĕ. Ĕçе пикениччен пĕр-икĕ хутчен Марине куçĕнчен пăхса илчĕ, вара:

— Эпĕ хам ĕмĕрте мĕн чухлĕ çынна çава туптаса паман пулĕ, анчах сан пек çава йăтса килнĕ пĕчĕк ĕçченĕ пĕрремĕш хут куратăп. Маттур, пулас лаша тихаранах паллă,— терĕ.

Чăнах та, Марине мĕн ачаран ĕçе юрататчĕ. Вăл ваттисемпе пĕрле утă çулма çÿренине, паккус хыççăн паккус ÿкерсе пынине ял çыннисем яланах ырăпа асăнатчĕç.

Эпĕ çулленех хамăр касри ачасемпе пĕрле колхоз хирне пучах пухма çÿреттĕм. Унта Марине те Ульха йăмăкĕпе пĕрле тухатчĕ. Эпир ир пуçласа мĕн каçченех пĕрле юрла-юрла ĕçлерĕмĕр, ыраш, тулă пуссисем пĕр пучах юлмиччен тасататтăмăр.

Пĕррехинче çапла, кĕтмен çĕртен, Марине аллинчи кĕрепле аври çурмалла хуçăлса кайрĕ. Мĕн тумалла? Яла кайма инçе. Марине кулянма пуçларĕ, куçĕ те шывланчĕ.

— Ан кулян, Марине. Кунтан Пÿртлĕ ялĕ инçе мар. Халех, унта кайса, çĕнĕ авăр лартса килетĕп,— терĕм те эпĕ, ун кĕреплине илсе, Пÿртлĕ еннелле вĕçтертĕм. Вара унтан часах кĕреплене çĕнĕ авăр лартса килтĕм. Уншăн Марине чун-чĕререн савăнчĕ, ман çине ăшшăн пăхса тав турĕ.

Каллех хĕрсе ĕçлеме тытăнтăмăр. Эпир лайăх тăрăшса ĕçленине колхоз правленийĕ те пĕлсе çитрĕ.

— Пултаратăр эсир, ачасем. Эпир сире парне пама шутлатпăр,— терĕ пире пĕррехинче колхоз председателĕ Герасим Васильевич Янаслов.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, пире, хирте пучах пухакан ачасене, хăшне кĕпе, хăшне карттус парнелерĕç. Маринене илемлĕ тутăр лекрĕ, мана вара пионер лагерьне кайма путевка пачĕç.

Пурăна киле Марине мана хăйĕн чипер сăн-сăпачĕпе, ырă кăмăлĕпе тыткăна иле пуçларĕ. Эпĕ яланах ăна шыраттăм. Ăна тĕл пулмасан, курмасан, чĕрере тем çитмен пек туйăнатчĕ.

Вăрăм пушă

Ирхине. Кăмакари вутă та çунса пĕтмен-ха. Пирĕн пата колхоз председателĕ Герасим Васильевич Янаслов пычĕ, аттепе чылайччен калаçса ларчĕ. Тухса каяс умĕн вăл атте хулпуççийĕ çине хăйĕн сылтăм аллине хучĕ те:

— Ванька тете, пĕлетĕн-и, çын кирлĕ: эпир сана сысна фермине ĕçлеме ярасшăн,— терĕ.

Çак сăмахсене илтсен, кăмака умĕнчи анне, ĕçне пăрахсах, Герасим Васильевич умне пырса тăчĕ. Нумайччен шухăшласа пăхрĕç вĕсем. Атте фермăна кайма килĕшрĕ.

Эпĕ, шкултан таврăнсан, пушă вăхăтра, яланах фермăна вĕçтереттĕм. Иван пичче те унтан тухма пĕлместчĕ. Çапла вара эпир, пĕтĕм çемйипех фермăра ĕçлеме пуçларăмăр. Çуллахи кунсем çитсен, Иван пичче сыснисене Хырай хĕрринчи çаран çине илсе тухма тытăнчĕ. Шăрăх кунсенче сыснасене ниепле те чарма май çукчĕ, хÿрисене пăра пек пĕтĕрсе хуратчĕç те ял еннелле, фермăналла вĕçтеретчĕç.

Иван хăйпе пĕрле кĕтÿ кĕтме мана та илсе тухатчĕ. Вăл мана çÿçрен вăрăм пушă явса пачĕ. Пушă хытă шаплаттăр тесе, ун вĕçне лаша хĕлĕхĕ сыпрĕ.

Эпир сыснасене çерем çине шурăмпуçпе пĕрлех илсе тухаттăмăр, фермăна вара хĕвел аниччен пăртак маларах çеç илсе йĕреттĕмĕр. Пирĕн яланах аслă урампа иртмеллеччĕ. Аслă урамра эпĕ куç хывнă, хам юратакан Марине пурăнатчĕ. Вĕсен умĕнчен иртсе кайма мана çав тери йывăрччĕ. Ун ашшĕ-амăшĕ: авă, кĕтÿçĕ иртсе каять, тесе калассăн туйăнатчĕ. Çавăнпа та эпĕ Маринесен умне çите пуçласан, хамăн вăрăм пушша пĕр çĕре чĕркеттĕм те кĕпе айне чиксе хураттăм. Хам вара, пуçа тăратса, ним пулман пек утса иртеттĕм.

Çапла эпĕ, Иван пиччепе пĕрле, икĕ çул сысна кĕтĕвĕпе çÿрерĕм. Пирĕн ĕçе колхоз правленийĕ те асăрхарĕ пулас: пĕр çулхи Октябрь уявĕнче пиччене сăран атă, мана каракуль çĕлĕк парнелерĕ.

Эпĕ, хам ятăма асăнсан, трибуна умне вăтанараххăн тухса тăтăм.

— Ан вăтан, Ваçлей. Халĕ, çĕнĕ саманара кĕтÿçĕсем мухтава тивĕçлĕ çынсем вĕсем. Эсир пиччĕрпе иксĕр те ырă ĕç тăватăр. Уншăн сире пĕтĕм чĕререн тав тăватпăр,— терĕ пире колхоз председателĕ Герасим Васильевич.

Чун хĕлхемĕ

Пирĕн тавралăх мĕн ĕмĕртенпех халăх таланчĕсемпе пуян пулнă темелле. Пирĕнпе кÿршĕллĕ Анат Нăкă ялĕнче Петр Васильевич Пазухин çуралса ÿснĕ. Вăл чăваш халăх сăвви-юррине пухас тĕлĕшпе питех те нумай ĕç тунă. Петр Васильевич — Константин Васильевич Ивановăн, вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕн, тусĕ пулнă. Пазухинсем пире çывăх тăнă. Анне вара Петр Васильевича час-часах аса илетчĕ.

— Вăл каçхи вăйăсене тухса, çамрăксен юррисене каçса кайса тăнлатчĕ, хăйĕн кăмăлне кайнисене çавăнтах çыра-çыра хуратчĕ. Петĕр питĕ ырă кăмăллă, пултаруллă çынччĕ,— каласа паратчĕ вăл.

Пазухин аннене хăй пухнă халăх юррисен кĕнекине парнеленĕ пулнă. Анне мĕн çĕре кĕричченех упраса пурăнчĕ. Çав кĕнекере пирĕн ял çыннин Карсун Кавăрлин юрри те пур. Карсун Кавĕрли, Пазухин çырнă тăрăх, юрă ăсти пулнă. Салтака кайнă чухне вăл хăй çуралнă çурт еннелле аллине тăсса:

Утсемех те юртать,

Çул юлать.

Эпирех те вилсен,

Мĕн юлать?—

Мĕн каланă сăмах —

Çав юлать,—

тесе юрласа хăварнă теççĕ.

Пазухин ятне арапуçсем яланах ырăпа асăнаççĕ.

1935 çулта пирĕн колхозра хор кружокĕ йĕркеленĕччĕ. Унта арапуçсем, чакăсем нумайăн çÿретчĕç. Ăна юрă ăсти, хамăр ялта учительте ĕçлекен Андрей Тайбинский ертсе пыратчĕ. Ун чухне хора Пазухин ятне пачĕç. Хор пĕтĕм таврари пултаруллă хĕрсенчен пĕриччĕ. Эпĕ те унта, хамăн тăван-пĕлĕшсемпе, тус-хĕр Маринене пĕрле, сахал мар юрă шăрантарнă.

Арапуçĕнче чăвашсен паллă поэчĕ, чĕлхе ăсти Митта Ваçлейĕ çуралса ÿснĕ. Митта Ваçлей шăллĕсем Петĕрпе Иван, Яккупа Микула, Санюк йăмăкĕ — пурте ман туссем пулнă. Эпир пĕр-пĕрне яланах тăвансем пек хисеплеттĕмĕр.

Митта Ваçлейĕн Якку ятлă шăллĕ манпа пĕрле вĕренетчĕ. Вăл, пиччĕшĕ пекех, сăвăсем хайлатчĕ. Вăл çырнă йĕркесем шăрçа пек пулса пыратчĕç. Шкулта пире асăрхарĕç пулас, «Маяк» ятлă стена хаçачĕ кăларма суйларĕç. Якку — сăвăç, эпĕ — художник, Иван — çыравçă. Хаçат уйăхра пĕрре тухатчĕ. Илемлĕ, лайăх кăлараттăмăр ăна. Пĕррехинче эпĕ те Яккуран курса çуркунне çинчен çĕрĕпе сăвă хайларăм:

Çÿлте тÿпере

Сар хĕвел хĕртет.

Умра — çуркунне,—

Шур юр ирĕлет.

Ачасем пурте

Тулта, урамра,

Ĕçлеççĕ хĕрсе,

Лартаççĕ йăмра.

Шăнкăрч савăнса

Юрă шăратать,

Çунатне çапса

Пире саламлать…

Сăвă аванах пек туйăнчĕ. Ăна хам тантăшсене, шкул ачисене, кăтартрăм. Сăвва вĕсем те килĕштерчĕç, стена хаçатне пама хушрĕç. Ку вăл ман малтанхи чун хĕлхемĕ пулчĕ пулас. Çав хĕлхеме сÿнме памарăм вара. Эпĕ тăван чĕлхене, тăван литературăна ачаранах питĕ юрататтăм. Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкайпа Митта Ваçлейĕ, Уйăп Мишшипе Илле Тукташ, Яков Ухсайпа Нестер Янкас тата ытти поэтсем çырнисене каçса кайса вулаттăм, вĕсем майлă çырма тăрăшаттăм. Ача чухне мĕн чухлĕ хут вараламан пулĕ! Малтан мĕн çырни пурте кăмăла кайнăн туйăнатчĕ. Пурăна киле сăвăсене районта, Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналсен редакцийĕсене яма пуçларăм. Анчах пур çĕрте те: «Сăввусем пиçсе çитмен, пичетлеме пултараймастпăр», тесе çырнă çырусем килетчĕç. Мĕн чухлĕ хуйхăрман, мĕн чухлĕ кулянман пулĕ эпĕ çакăншăн. Анчах ним тума та çук: каллех хут варалама, сăвă çырма ларатăн.

Пĕрре эпĕ хам çырнă сăвăсене пухса районта тухса тăракан «Коммунар» хаçат редакцине илсе кайрăм. Редакцинче ĕçлекенсем мана ăшшăн йышăнчĕç. Хаçат редакторĕ Петр Афанасьевич Жданкин мана хăй çумне лартрĕ те эпĕ çырнă сăвăсене вулама пуçларĕ, хăй кашни сăвва вуламассерен вăрăммăн сывласа илет. Эпĕ Петр Афанасьевич мĕн каласса чун-чĕререн кĕтсе ларатăп.

Юлашкинчен редактор:

— Вăтăр сăвă вуласа тухрăм акă, хаçата яма юрăхлине вара пĕрре те тупаймарăм,— терĕ те мана сăвă çинчен ăнлантарса пама пуçларĕ.

Ашă сăмах, вĕрентсе каланă сăмах усăллă пулчĕ ахăр. Эпĕ киле таврăнсанах хутпа кăранташ илтĕм те каллех сăвă çырма лартăм. Пуçа темле шухăш та пырса кĕрет. Кĕркунне çинчен те, хĕлле çинчен те, пурин çинчен те çырас килет. Йĕри-тавра çаврăнса пăхрăм та — куç умне çуллахи илемлĕ кун тухса тăчĕ. Хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Çавăнтах редактор хама: «Ху лайăх туйса, пĕлсе тăракан ĕç çинчен çырмалла»,— тени аса килчĕ. Эпĕ çуллахи ял çинчен çырма шутларăм.

Нумай тертлентĕм, темле те çырса пăхрăм, анчах сăвă хама пĕрре те çырлахтармасть. Юлашкинчен çапах та вăл картне ларнă пек туйăнчĕ. Ăна темиçе хут вуласа тухнă хыççăн «Çуллахи илем» ят патăм. Тепĕр кунне каллех редакцине чупатăп. Сăвă каллех Петр Афанасьевич Жданкин аллине лекрĕ. Вăл ăна хăвăрт вуласа тухрĕ те:

— Ну, Ваçлей, ку сăвва эсĕ тăрăшарах çырнă пек туйăнать. Ăна хаçатра пичетлеме те юрать пулĕ,— терĕ.

Чăнах та, пĕр-икĕ кунтан манăн «Çуллахи илем» çапăнса та тухрĕ:

Хаваслă вăхăт

Чуна хыпăнать,

Манăн кăмăла

Уя хăвалать.

Эп те васкаса

Тухса уттартăм,

Аслă улăхпа

Хыттăн вашлатрăм.

Улăхсем аслă,

Таçтанах выртаç.

Йăрансем анлă,

Куçпа курăнмаç…

Хаçатра ман сăвă пичетленнĕ! Утмăл йĕрке! Ниçта кайса кĕре пĕлместĕп. Сăвва пурне те вулаттарас килет. Çапла пулмасăр ара: вăл ман малтанхи чун хĕлхемĕ вĕт!

Тупмалли

Ваçлей Давыдов-Анатри Сатин кĕпе Аслă Арапуç Аннеçĕм, анне… «Тимĕр карта» Кăлюк аппа Тĕрĕс калать атте… Хусана—вĕренме Сатин кĕпе Пăрлă çумăр Ĕнтюк туйĕ Атте тусĕ Шăрттан Сиенлĕ вăйă Каçхи вăйăра Праçник Хĕрес Хĕрлĕ галстук Иксĕмĕре пĕр карттус Кунта Ленин вĕреннĕ Пăр каять Кимĕпе Чутах сурăхсăр юлаттăмăр Иван Евгеньевич «Хĕрлĕ хĕлхем» Йăмра айĕнче Чипер инке Акатуй Сăвă-юрă янăрать Укçа енчĕкĕ Нарспи Нонна Кирилловна Марине Вăрăм пушă Чун хĕлхемĕ Пичче—салтак Çĕнĕ сăн Эпĕ—комсомолец Йăмрасем, тирĕксем… Сывă пул, тăван ялăм… Тăван хуламăрта Халăх поэчĕ Шупашкар çăкисем Эпĕ çапла шутлатăп…

Пичче—салтак

Вихтăр пичче Хусанта техникумран вĕренсе тухрĕ, хăй ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕ: художникре ĕçлеме пуçларĕ.

Ĕçлеме пуçласан, вăл киле темшĕн чылай вăхăт хушши çыру ямарĕ. Эпир пурте хăраса ÿкрĕмĕр, пиччене мĕн пулнă-ши, тетпĕр. Анне вара пĕтĕм канăçне çухатрĕ, лара-тăра пĕлмест.

Пĕр кунхине пирĕн чÿречене такам шаккани илтĕнсе кайрĕ. Пăхатпăр та — урамра почтальон тăрать: ун аллинче шурă конверт. Эпир пурте урама чупса тухрăмăр. Çыру! Вихтăр пичче çырнă! Атте мана урамри сак çине хăй çумне лартрĕ те:

— Ну, вуласа пар, пиччÿ мĕн çырать,— терĕ.

Эпĕ вулатăп, пурте итлеççĕ:

«…Салам сире, атте-анне, тăвансем. Эпĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула вăхăтра хыпар яраймарăм. Уншăн каçару ыйтатăп: ан ÿпкелĕр, ан ятлăр. Хам çинчен сире çĕнĕ хыпар пĕлтерес тетĕп: мана Хĕрлĕ Çара илчĕç. Эпĕ халĕ салтак. Çĕршыва сыхлама юрăхлă пулнишĕн пĕтĕм чунтан-вартан савăнатăп. Эсир колхозра тăрăшса ĕçлĕр унта. Эпĕ сире—тăвансене, ялйыша—çапла шантарса калама пултаратăп: тăшман пирĕн юратнă çĕршыв пахчине сăмсине чикеймĕ, чиксен те кунта вилĕм çеç тупĕ. Эпир, хĕрлĕ армеецсем, ялан сыхă тăратпăр…»

Пичче çырăвĕ пурне те калама çук савăнтарса ячĕ. Анне сăхсăхса илчĕ те:

— Эй, турă, турă, Вихтăр та çитĕнчĕ, салтак пулчĕ. Пурнăç лăпкă тăтăрччĕ, вăрçă таврашĕ çеç ан пултăрччĕ ĕнтĕ, — терĕ.

Çĕнĕ сăн

Пирĕн «Хĕрлĕ хĕм» колхоз малтанхи утăмсем турĕ. Ял ĕçченĕсем çĕнĕ çуртсем тума, çăкăр-тăвартан çителĕклĕ пурăнма пуçларĕç. Ку çеç те мар, вĕсем хамăр яла, Пăла шывĕ хĕррине, крахмал завочĕ лартрĕç. Ăна ĕçе янă çул, Октябрь уявĕнче, пире, ял çыннисене, пурне те завода илсе кайрĕç. Эпир заводăн çĕнĕ çурчĕсене, машинисене курса тĕлĕнтĕмĕр. Ял халăхĕ умĕнче Иван Антонович Антонов коммунист хĕрÿллĕ сăмах каларĕ.

— Вăй илсех пыратпăр, юлташсем,— терĕ вăл.— Акă, пурте пĕрле тăрăшса ĕçлесе, патшалăх пулăшнипе, завод лартрăмăр. Вăл крахмал, саго кĕрпи, тутлă паткă тума тытăнать. Халĕ пирĕн яла та хула сăнĕ çапа пуçларĕ акă. Куншăн эпир пурте савăнатпăр, завод тăвакан çынсене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр.

Унччен те пулмарĕ, заводра электричество ламписем çутала-çутала кайрĕç, машинăсем кĕрлеме пуçларĕç.

Пире, Вихтăр пиччепе иксĕмĕре, атте хăй патне чĕнсе илчĕ те:

— Ачамсем, çаксем ĕнтĕ вĕсем, Ильич ламписем, Ильич машинисем,— терĕ.

Вăхăт нумай та иртмерĕ, Ильич ламписем колхоз правленийĕнче, шкулта, завод çывăхĕнчи хресченсен килĕсенче те ялкăшма пуçларĕç.

Çав çулах ял варрине питĕ çÿллĕ юпа лартрĕç. Ăна, çирĕп тăтăр тесе, пур енчен те хурçă пралуксемпе турттарса çыхрĕç. Вара пирĕн ялта пĕрремĕш хут радио сасси янăраса кайрĕ. Мĕнле кăна калаçу пулмарĕ пулĕ ун чухне.

— Çук, ку ултавлă япала вăл. Ещĕке çын кĕртсе лартнă, унта çын калаçать,— теççĕ пĕрисем.

— Çын сасси мар вăл, Кăрмахвун сасси,—теççĕ теприсем.

Шăпах çапла хĕрÿ тавлашу пынă вăхăтра Шупашкар сасси илтĕнсе кайрĕ. Ак, тамаша: радио чăвашла калаçать. Мĕнле кăна юрă янратмарĕ пулĕ: «Кай, кай, Ивана», «Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт», «Килмен те курман Шупашкарне»… Эпир пурте тĕлĕннипе çăвара карса тенĕ пек итлесе тăратпăр.

— Ак сана пурнăç! Ак ăçта çитсе тăтăмăр! Виличчен ку япалана та курмалла пулчĕ,— терĕ пире пĕтĕм чунтан савăннă анне.

Эпĕ—комсомолец

Тÿпере хĕрÿ хĕвел кулать. Шăрăх. Хирти ĕçсем пуçланман-ха.

Эпир, комсомолецсем, колхоз правленине пухăнтăмăр. Пуху пулмалла, ялти комсомол организацийĕн секретарьне суйламалла. Пуху ирттерме Патăръелĕнчен комсомол райкомĕн секретарĕ, хамăр ялсем Иван Чудаков килнĕ. Хĕрÿ калаçу пуçланчĕ. Эпир хамăр юлашки вăхăтра тунă ĕçсем çинчен калаçрăмăр, çитменлĕхсене палăртрăмăр, вĕсене пĕтермелли майсене шырарăмăр. Пуху усăллă, лайăх иртрĕ.

Колхозри комсомол комитечĕн секретарьне суйлама вăхăт çитсен, пухури çамрăксем, пĕр кăмăллă пулса, ман ята асăнчĕç. Эпĕ вăтантăм, пĕтĕм чун-чĕререн хумханса кайрăм.

— Тавăт Ваçлейĕ ялти шкултан вĕренсе тухрĕ ĕнтĕ, çичĕ класс пĕтерчĕ. Халĕ колхозра ĕçлет. Эпир ăна яланах хамăрпа пĕрле пулнишĕн хисеплетпĕр. Вăл хăй комсомол ĕçне юратнине те кăтартса пачĕ. Ваçлее секретарь пулма суйласан йăнăш пулас çук,— терĕç çамрăксем.

Эпĕ вара çакăн хыççăн çĕрĕпе çывăраймарăм. Шухăш нумай çав: тус-тантăшсен шанчăкне тÿрре кăлармалла вĕт манăн. Колхозра хĕрÿ ĕç пуçланчĕ, пирĕн, комсомолецсен, пурин те хамăр тивĕçе туйса, хĕрсе ĕçлемелле. Эпир çапла тăватпăр та: хирте-и, выльăх-чĕрлĕх ферминче-и, вăрманта-и — пур çĕрте те комсомолецсем малта пыраççĕ. Ку çеç те мар. Эпир тата — атитаторсем: стена хаçачĕсем, боевой листоксем кăларатпăр, ял ĕçченĕсене спектакльсем, концертсем кăтартатпăр.

Пире ĕçре Илья Григорьевич Григорьев, Елизавета Андреевна Андреева тата ялти ытти коммунистсем ертсе, вĕрентсе пыраççĕ. Вĕсем яланах халăхпа, ялти çамрăксемпе пĕрлеччĕ.

Паллах, ун чухне ĕçлеме ансатах пулман. Çĕнĕ тапхăр, çĕнĕ самана. Вăй-хăват илсе пыракан колхоза ялти пуянсем, вĕсен хÿрешкисем пур меслетпе те чăрмантарса пыма тăрăшатчĕç, Совет çĕршывĕ, Совет влаçĕ çинчен элек хыççăн элек саратчĕç. Кĕрешÿ пĕтменччĕ çав-ха. Çакна эпĕ, хам çамрăк пулин те, парти ретне тасатнă вăхăтра лайăх туйса илтĕм.

…Кивĕ шкул çурчĕ. Унта халăх туллиех. Ман çумра ялти ятлă çын, вĕри чĕреллĕ коммунист Илья Григорьевич Григорьев ларать. Вăл хăй ĕмĕрĕнче хурапа шурра сахал мар курнă, выçăллă-тутăллă ÿссе çын пулнă, пĕтĕм пурнăçне халăхшăн, çĕршывшăн панă. Ун паян тĕрĕслÿ витĕр тухмалла. Кунтах, пĕр кĕтесре, ăна курайман çынсем пăшăлтатса лараççĕ. Аванах илтетĕп:

— Ăна хытă çапас пулать. Партирен кăлармалла, хур тумалла, халăх умĕнче вараламалла.

Çак сăмахсене ăнсăртран пулин те илтни ман чĕреме çĕçĕпе чикнĕнех туйăнса кайрĕ. Çапах та эпĕ аптраса ÿкмерĕм: Григорьев коммуниста сÿтсе явнă чух чи малтан сăмах илтĕм.

— Эпир, ялти комсомолецсем, Илья Григорьевича лайăх пĕлетпĕр. Вăл çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлет, ялшăн, тăван колхозшăн тăрăшать. Григорьев парти членĕн ятне яланах çÿлте тытать,— терĕм.

Ял халăхне ман сăмахсем килĕшрĕç, çынсем хыттăн алă çупса ячĕç. Пăхатăп та, Илья Григорьевич куçĕнчен куççуль тумламĕсем юха-юха анаççĕ. Ку вăл, паллах, савăнăç куççулĕ пулнă ĕнтĕ.

Пирĕн сăмах тĕрĕс пулчĕ, эпир çĕнтертĕмĕр. Каллех хĕрÿ кунсем пуçланчĕç.

Йăмрасем, тирĕксем…

Çутçанталăк илемне такам та юратать, вăл такама та савăнтарать, урама тухатăн та, куç умне авалхи йăмрасем, капăр тирĕксем, шурă вулăллă йăрăс хурăнсем туха-туха тăраççĕ. Садсенче ирех кайăксем юрă шăрантараççĕ. Вĕсен хитре юррисем чун-чĕрене уçса яраççĕ. Пурăнас, ĕçлес кăмăл вара татах та ÿсет. Çуралнă тăван кĕтесе, пĕтĕм çĕршывăмăра юратса ыталас килет.

Эпĕ ача чухне хамăр пахчара сад лартса ÿстерес тесе тем чухлĕ те шухăшланă. Çулсеренех, вăй çитнĕ таран, пÿрт çумне хурлăхан, хăмла çырли лартса хăвараттăм. Анчах ман ĕçĕм ялан тенĕ пекех харама каятчĕ: вĕсене сурăхсем, качакасем çие-çие яратчĕç.

Пĕррехинче эпир, колхозри комсомолецсем, çуралнă тăван кĕтес, тăван ялăмăр илемлĕ пултăр тесе, кашниех ял хушшине вунă йывăçран кая марлартса хăварма сăмах патăмăр. Сăмаха çилпе вĕçтерсе ямарăмăр, çирĕп тытрăмăр: эпир лартнă йывăçсем часах тымар ячĕç, турат хыççăн турат хушрĕç, çулçă кăларчĕç.

Эпир хамăр çурт умне лартса хăварнă йăмрасем те часах çĕкленсе кайрĕç. Урама тухсан, вĕсем мана савса пуç тайнăн туйăнатчĕ.

«Çын хăй ĕмĕрĕнче пĕр йывăçран кая мар лартса ÿстермелле», тенĕ ваттисем. Аслă каланă. Халĕ хам ĕмĕрте лартнă йывăçсем çине пăхатăп та, чун савăнать. Вĕсем мана сиплĕ сывлăш параççĕ, хăйсен улми-çырлипе савăнтараççĕ. Шухăшлатăп вара: ача, çамрăк чухнехи вăхăт ахаль иртмерĕ, усăллă ĕç те турăм.

Тупмалли

Ваçлей Давыдов-Анатри Сатин кĕпе Аслă Арапуç Аннеçĕм, анне… «Тимĕр карта» Кăлюк аппа Тĕрĕс калать атте… Хусана—вĕренме Сатин кĕпе Пăрлă çумăр Ĕнтюк туйĕ Атте тусĕ Шăрттан Сиенлĕ вăйă Каçхи вăйăра Праçник Хĕрес Хĕрлĕ галстук Иксĕмĕре пĕр карттус Кунта Ленин вĕреннĕ Пăр каять Кимĕпе Чутах сурăхсăр юлаттăмăр Иван Евгеньевич «Хĕрлĕ хĕлхем» Йăмра айĕнче Чипер инке Акатуй Сăвă-юрă янăрать Укçа енчĕкĕ Нарспи Нонна Кирилловна Марине Вăрăм пушă Чун хĕлхемĕ Пичче—салтак Çĕнĕ сăн Эпĕ—комсомолец Йăмрасем, тирĕксем… Сывă пул, тăван ялăм… Тăван хуламăрта Халăх поэчĕ Шупашкар çăкисем Эпĕ çапла шутлатăп…

Сывă пул, тăван ялăм…

Эпир пĕтĕм килйышпах колхозра ĕçлетпĕр. Ĕçкунĕшĕн вара тырпул, пахчаçимĕç, утă-улăм çителĕклĕ тиветчĕ. Хамăра кура, çипуçа тăхăнмалли те начарах марччĕ.

Комсомол райкомĕ эпĕ çамрăксен хушшинче ĕçлеме юратнине, халăхпа пĕрле утнине асăрхарĕ пулас: мана Шупашкарти хаçат шкулне вĕренме яма шутларĕ. Эпĕ хама мăшăр çунат хушăннăн туйрăм. Урăхла пулма та пултараймасть: çĕнĕ самана çамрăксене анлă çул уçса пачĕ. Вĕрен, тăрăш, кĕреш — пурнăç мĕнле пуласси пĕтĕмпех хăвăнтан килет.

Анне ман валли кĕпе-тумтир, ĕçме-çиме хатĕрлерĕ. Ман савăнăç — пĕтĕм килйыш савăнăçĕ.

Хулана тухса каяс умĕн эпĕ хама ÿстернĕ тăван ялăмпа сывпуллашма шутларăм. Вара тури каçран пуçласа аната çитиччен майĕпен утса тухрăм. Куçумне ача чухне выляни-кулнисем, шкула çÿренисем, хире тырă вырма кайнисем, çерем çине кĕтÿ янисем туха-туха тăчĕç. Чун хурланса килнĕ пек пулчĕ. Пуçри карттуса хыврăм та аллăмсене çĕклесе:

— Сывă пул, савнă ялăм Аслă Арапуç, сана тăван анне пек юратса ыталатăп, нихçан та, ниçта та манмăп! Телейлĕ кунçул сунатăп сана!— терĕм.

Атте мана Канаша çитиччен лашапах ăсатса ячĕ, хăй çул тăрăх ăс вĕрентсе пычĕ, уйрăлнă чух вара:

— Ачам, телейлĕ пул, тус-тантăшусене юрат, хисепле, вăхăта сая ан яр, вĕренме тăрăш, пирĕн пек тĕттĕм çын пулса ан юл, çыру çыр,— терĕ те мана чуптуса илчĕ.

Унччен те, кайран та атте урăх чуптунине астумастăп.

Тăван хуламăрта

Манăн мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕм çитрĕçитрех : эпĕ тăван хуламăрта — Шупашкарта пурăнатăп, хаçат шкулĕнче вĕренетĕп.

Каçа хирĕç, хĕвел анăçпа, эпир, тус-тантăшсемпе пĕрле, Атăл хĕррине тухрăмăр. Çак сарăлса юхакан аслă шыв çине пăхсанах, мана Митта Ваçлейĕн паллă сăвви аса килчĕ:

Атăл, Атăл, çĕршывăн илемĕ,

Хумлăн-Хумлăн сикет умăмра:

Камăн чунĕ пăхсассăн киленмĕ,

Кам çÿçенмĕ çак аслă вăйран…

Питĕ тĕрĕс, питĕ лайăх каланă поэт. Атăл çамрăк чун-чĕрене тепĕр хут уçса янăн туйăнчĕ. Унта кимĕсем, акăш пек шурă пăрахутсем ирте-ирте каяççĕ — шыв çинче чăн-чăн хĕрÿ пурнăç вĕресе тăрать. Кунтан тата, сăрт çинчен, пĕтĕм хуламăр курăнать. Авă театр, музей, институт, Пичет çурчĕ… Ăçтан пурне те каласа пĕтерĕн.

— Эх, Шупашкарăм, тăван Шупашкар, ытла та илемлĕ вырăнта ларатăн çав эсĕ. Куллен кун çĕнелсе, вăй илсе пыратăн тата — пăхса тăранма çук вĕт сан çине,— тет ман çумра тăракан пĕр кăтра çÿçлĕ, тĕрленĕ кĕпе тăхăннă чăваш ачи. Çаврăнса пăхатăп та — Пракка! Манăн тус-тантăшăм Сатур Пракка! Вăл та Шупашкара хаçат шкулне вĕренме килнĕ-мĕн. Хамăр иксĕмĕр те савăннă, ниçта кайса кĕме пĕлместпĕр…

Хаçат шкулĕнче литература кружокĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вĕрен, тăрăш, кĕреш, ан ÿркен кăна. Сан валли пурте пур. Кружок занятийĕсенче хамăр тантăшсем, çамрăк сăвăçсем Порфирий Лукоянов, Сергей Прокопьев, Прокопий Сатур сăввисене итлетпĕр, тишкĕрсе тухатпăр. Литература кружокне паллă поэтсем, тăван чĕлхе ăстисем Илле Тукташ, Иван Ивник, Уйăп Мишши, Якку Ухсай, Александр Калган, Максим Ястран хăнана пыраççĕ, пире хăйсен сăввисене вуласа савăнтараççĕ.

Шупашкар пире тăван чĕлхемĕре, тăван çырулăха, совет литературине татах та юратма, чун-чĕререн хисеплеме пулăшрĕ.

Шупашкарта чĕрем хĕлхемĕ татах та вăйлăрах ялкăшма пуçларĕ. Çамрăклăх, çĕнĕ пурнăç, çĕнĕ самана сăвă-юрă хывма ыйтать. Эпĕ «Колхоз хĕрĕ» ятлă сăвă çыртăм, ăна литература кружокĕнче хамăн тус-юлташсене, çамрăк поэтсене вуласа патăм.

Халăх поэчĕ

Урамра ăшă юр çăвать. Пĕтĕм тавра шап-шурă.

Эпĕ хамăн тус-тантăшпа, Максим Ястран поэтпа, Чăваш ялхуçалăх институчĕ еннелле утатăп. Пире хирĕç пĕр çÿллĕ, сарлака хулпуççиллĕ, вăрăм сухаллă çын килет. Ăна пĕр ватăрах хĕрарăм çавăтнă, çул кăтартса пырать. Вĕсене курсан, Максим Ястран мана хулпуççинчен тĕртсе илчĕ те хуллен çапла каларĕ:

— Ку вăл Николай Иванович Шелепи, ун çумĕнчи — Анюта аппа, ун мăшăрĕ,— терĕ.—Вара лешсем илтмелле: — Сывлăх сунатпăр сире, Николай Иванович, Анюта аппа,— терĕ.

Шелепи чарăнса тăчĕ.

— Ку Ястран пулас-ха, ун сасси пек туйăнчĕ,— терĕ вăл.— Юлташу тата кам-ха?

Эпир çавăнтах ăна алă патăмăр, паллашрăмăр. Ĕненес те килмест: ман умра хам ачаранах юратнă, хисепленĕ поэтăмăр Шелепи тăрать! Те савăннипе, те вăтаннипе, пачах çухалса кайрăм, пĕр сăмах та чĕнейместĕп. Çăвара шыв сыпнă пек тăратăп. Ястран маншăн та, хăйшĕн те калаçать. Николай Иванович Пичет çуртне, «Пионер сасси» хаçат редакцине васкать иккен.

— Паян каçхине, сире, ачамсем, хам пата пыма чĕнетĕп. Вăтанса ан тăрăр, хăюллăрах пулăр. Çĕнĕ сăвăсем вуласа парас кăмăлăм пур,— терĕ те вăл, пиртен уйрăлса кайрĕ. Эпĕ, халиччен Шелепие курманскер, ун çине вăл мĕн куçран çухаличченех пăхса тăтăм.

Каç пулсан, эпир Николай Иванович хваттерне кайрăмăр. Шелепи хăй те, Анюта аппа та питĕ кăмăллă, калаçма юратакан çынсем пулчĕç. Николай Иванович хĕрсе кайса сăвă вулать, кашни сăвă хыççăн пăртак чарăнса тăрать, пирĕн еннелле пуçне тайса илет. Эпĕ шухăша кайса ларатăп. Ман умра çак куçсăр çын чăн-чăн улăп пек курăнса тăрать, ун чĕринче нихçан сÿнми хăват тапса тăнăн туйăнать.

Вăхăт чылая кайрĕ. Николай Иванович аллинчи патаккипе урайне пĕр-икĕ хутчен шаккаса илчĕ те:

— Сире, ачамсем, юлашкинчен «Çул курки» сăвва вуласа парам,— терĕ.

…Иртет иккен ĕмĕр, пĕтет кун-çул,

Часах курми пулĕç куçăмсем…

Сирĕн умран вара эп çухалăп,

Сывă пулăр ĕнтĕ, тусăмсем…

Ку сăвă пире пурне те шухăша ячĕ, эпир чылайччен чĕнмесĕр лартăмăр. Унтан калаçу каллех шыв пек юхма пуçларĕ. Николай Иванович хаçат шкулĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлет.

— Чăваш поэчĕсен сăввисене вулатăр-и? Мĕн килĕшет, мĕн килĕшмест—калăр-ха,—тет. Эпĕ Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Якку Ухсай, Нестер Янкас, Илле Тумилин тата ытти поэтсен сăввисене юратса вулани çинчен каласа патăм.

— Ман сăвăсем пирки мĕн шутлатăр эсир?— ыйтрĕ Шелепи.

— Сирĕн сăввăрсем Тăван çĕршывăмăра юратма, ĕçлĕ халăха хисеплеме, совет çамрăкĕсене яланах паттăр, хăюллă пулма вĕрентеççĕ, вĕсем халăх сăвви-юррине çывăх тăраççĕ,—терĕм эпĕ; унтан ун чылай сăввине пăхмасăр калама пĕлни çинчен хушса хутăм.

— ÿркенмесĕр пĕрне вуласа параймăр-ши?— терĕ Шелепи.

Эпĕ поэтăн «Ленин» сăввине вуласа патăм:

Камăн варĕнче

Ÿтленсе пулса.

Кам кăкри сĕтне

Çисе ÿсрĕн-пш?

Кам чĕрçи çинче

Выляса-култа,

Хĕвел шевли пек

Йăлт-йăлт сйкрĕн-ши?…

Николай Иванович ура çине тăчĕ те мана шыраса тупрĕ, тăван атте пек, çурăмран лăпкаса илчĕ.

— Маттур, лайăх вулатăн,— терĕ вăл.— Савăнтартăн, ача.

Çак каçхине вăл мана хăйĕн сăнÿкерчĕкне парнелерĕ. Ун хыçне: «Василий Давыдова — ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнма», тесе çырса хучĕ.

Шелепи çамрăк писательсене, хамăр тăван чĕлхемĕршĕн çунса тăракан яш-кĕрĕме питĕ хисеплетчĕ, юрататчĕ. Тен, çавна пула-и, пирĕн туслăх та куллен çирĕпленсе пычĕ. Ун килĕнче яланах çамрăк çыравçăсене курма пулатчĕ, вĕсен сăвви-юрри янраса тăратчĕ.

Пурăнан пурнăçра тем те пулать. Пĕррехинче, Шелепи патне кайсан, эпĕ чăтма çук пысăк намăс куртăм.

…Пĕр çурхи илемлĕ кун çапла, Николай Иванович патне кĕрсен, ăна хамăн «Çÿрен ут» ятлă çĕнĕ сăвва вуласа патăм. Поэт сăвă пирки хăйĕн шухăш-кăмăлне калама çеç пуçланăччĕ, Анюта аппа сĕтел çине пĕр пĕчĕк çатма пырса лартрĕ.

— Ку пулла сирĕн валли ăшаларăм. Акă, çăкăр, çийĕр. Эпĕ пасара кайса килетĕп,— терĕ вăл; хăй çавăнтах тухса кайрĕ.

Манăн ун чух хырăм выçнăччĕ, çиес килетчĕ.

— Ваçлей, çиме пуçла,—терĕ Николай Иванович.

— Манăн хырăм выçсах кайман,— тетĕп эпĕ.

Хам вара нихçан пулă курман пек васкаса çиме пуçларăм.

— Ан вăтанса лар, çи, ачам,— тет каллех Николай Иванович.

— Тавтапуç, ху çи-ха, Николай Иванч,— тетĕп эпĕ.

Хам çаплах çатмана тасататăп. Пуллăн хÿри çеç тăрса юлчĕ. Николай Иванович мана çаплах кÿреннĕ пек пулчĕ.

— Çăкăр-тăвара хисеплемерĕн, пĕрре те çисе пăхмарăн,— терĕ вăл мана.

Эпĕ çав тери вăтанса кайрăм, нимĕн те чĕнместĕп.

Вара Николай Иванович:

— Эппин, сивĕнсе кайиччен, хам тутанса пăхам-ха,— терĕ те пулă еннелле аллине тăсрĕ.

Анчах çатма ĕнтĕ тап-тасаччĕ, унта пулă хÿри те юлманччĕ!

Николай Иванович пĕр сăмах та чĕнмерĕ.

Умра шăтăк пулсан, вăтаннипе çавăнта анса каймалла. Ним тума пĕлместĕп, каçару ыйтма та хăю çитерейместĕп. Анюта аппа та килсе кĕчĕ, сĕтел çинчи çатмана кăмака умне кайса лартрĕ.

Николай Иванович, ним пулман пек, каллех ăшшăн калаçма пуçларĕ. Ман çаплах ăш çунать. Киле те хĕрелсех, намăслансах тухса кайрăм.

Çакăн хыççăн темиçе çул хушши Николай Ивановичран каçару ыйтас тесе çÿрерĕм, анчах шухăша ниепле те уçса калаймастăп. Пĕррехинче ун патне ятарласа кайрăм. Николай Иванович чирлесе ÿкнĕ, аран-аран калаçать. Çапах та:

— Ку килекенни кам пулчĕ-ха?— тесе ыйтать хăй.

— Вăл Василий Давыдов пулчĕ-ха,— тет Анюта аппа.

Эпĕ Николай Иванович çумне пырса лартăм, Анюта аппа питĕ хурлăхлă йĕме пуçларĕ.

— Микула,— эсĕ вилсен, манăн мĕнле пурăнмаллаха вара?— тет вăл.

— Ан йĕр, чĕрÿне ан çунтар, Совет самани сана нихăçан та кÿрентермĕ,—терĕ ăна Николай Иванович.

Чылайччен калаçса ларнă хыççăн, хама йывăр пулчĕ пулин те эпĕ Николай Ивановичран çатмари пулăшăн каçару ыйтрăм.

— Пĕрре те астумастăп. Çиес килнĕ — çинĕ, аван тунă. Уншăн пăшăрханса ан çÿре. Вăй пĕтсе çитнине сисе пуçларăм. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ пур. Пĕлме çук, тен… уйрăлма та тивĕ. Аван пурăн, ĕçле, вăй-хална халăха пар. Сан ырă ĕçне çĕршыв нихçан та манмĕ,— терĕ те Шелепи урăх нимĕн те чĕнмерĕ.

— Çывăрса кайрĕ пулас,— терĕ Анюта аппа. Эпĕ хамăн юратнă поэтăм çине чылайччен пăхса, пуçа тайса тăтăм. Мана çак вăхăтра Шелепи пĕррехинче пире, Ястранпа иксĕмĕре, хăйĕн «Çул курки» сăввине вуласа пани аса килчĕ. Ку вăл пирĕн юлашки тĕлпулу пулчĕ.

Шупашкар çăкисем

Пире, хаçат шкулĕнче вĕренекенсене, Чăваш педагогика институтĕнчи çамрăксем хăнана чĕнчĕç.

— Паян пирĕн литература каçĕ пулать. Программăра совет поэчĕсен сăввисем,— терĕç вĕсем.

Эпир хамăра хисеплесе хăнана чĕннĕшĕн питех те савăнтăмăр.

Институт кĕрлесе кăна тăрать. Купăс сасси илтĕнет. Студентсем пире ырă сунса кĕтсе илчĕç. Пăхатăп та — пĕр кĕтесре хамăр ял хĕрĕ Вера Леонтьева тăра парать. Вăл пирĕн паталла хăвăрт утса пычĕ, мана алă пачĕ. Çав вăхăтра Вера çумне икĕ чипер каччă пырса тăчĕç.

— Ваçлей, паллаш: кусем пирĕн студентсем — Александр Алкапа Кăтра Мишша. Иккĕшĕ те çыракан çынсем,— терĕ мана Вера.

Эпĕ савăнса кайрăм. Хĕрÿ калаçу пуçланчĕ. Алка хăй сăввисен кĕнеки пичетленсе тухмалли çинчен пĕлтерчĕ, Кăтра Мишша хаçат шкулĕн пурнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Çапла, мана çĕнĕ юлташсем тупăнчĕç. Ун чухне эпĕ хама тата тепĕр мăшăр çунат хушăннăн туйрăм.

Шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Литература каçĕ пуçланчĕ. Вырăсла та, чăвашла та сăвă хыççăн сăвă янăрать. Акă, пирĕн умра — Александр Алка. Вăл хăйĕн çĕнĕ «Çу, çумăр, çу!» ятлă сăввине вуласа парать. Алă çупни кĕрлесе каять. Сцена çинче—Николай Дедушкин студент.

— Ку — вĕренÿ отличник. Пултаруллă çамрăк критик. Хăй Тутар республикинчен, Елшел ачи,— теççĕ мана çумра тăракан юлташсем. Дедушкин хуллен сăвă вулама пуçларĕ. Вара вуланăçемĕн хĕрсе пычĕ.

Литература каçĕ вĕçленсен, эпĕ чăтаймарăм, сăвăсене ăста вулакан студент патне пытăм, ăна, сывлăх сунса, алă патăм.

— Сирĕнпе тĕл пулнăшăн питĕ савăнатăп. Эсир мана паян йăлтах тĕлĕнтерсе ятăр. Сăвăсене сирĕн пек вулама вĕренесчĕ,— терĕм ăна.

Николай кулса илчĕ.

— Тĕрĕс ĕнтĕ: начар вуласан, темле лайăх сăвва та пăсма пулать,— терĕ вăл.

Юлташла калаçу вăраха кайрĕ. Эпир сăвă мĕнле пулмалли çинчен, ун илемĕ, шухăшĕ, тĕллевĕ пирки калаçрăмăр.

Çывăхрах баян сасси янăраса кайрĕ. Студентсем мăшăрăн-мăшăрăн ташлама пуçларĕç.

Эпĕ те, пурнăçра чи малтанхи хут, пĕр хĕрача патне пырса пуç тайрăм, ăна ташлама чĕнтĕм…

Эпĕ çапла шутлатăп…

Хаçат шкулĕнче пире тăван чĕлхепе Марфа Николаевна Николаева вĕрентетчĕ. Ачасем ăна питĕ час хăнăхса çитрĕç, эпир вăл чăвашла çав тери илемлĕ калаçнинчен тĕлĕнеттĕмĕр.

— Пире Иван Яковлевич Яковлев вĕрентнĕ. Вăл хамăрăн тăван чĕлхемĕре яланах хисеплеме, юратма хистетчĕ,— тесе каласа паратчĕ вăл.

Пĕррехинче çапла, ун урокĕнче, хамăр тăван çĕршыв çинчен хĕрÿллĕ калаçу пуçланчĕ; пирĕн çитес кунсенче «Мĕн вăл, пирĕн Тăван çĕршывăмăр?» темăпа çыру урокĕ пулмаллаччĕ. Студентсем хамăр тăван çĕршыв çинчен нумай-нумай ăшă сăмах каларĕç, çыру урокĕн темине уçса пачĕç. Черет ман пата та çитрĕ. Эпĕ те хам мĕн ăнланнине, пĕлнине кĕскен каласа пама тăрăшрăм.

Çак калаçу вара мана çĕрĕпе куç хуптармарĕ, тарăн шухăша ячĕ. Чăнах та, мĕн-ха вăл, Тăван çĕршывăмăр?

Эпĕ çапла шутлатăп: Тăван çĕршывăмăр вăл — пире çуратнă атте-анне, мана ача чухне сиктернĕ сăпка, юратнă аппасемпе пиччесем, ырă кăмăллă, чипер Пĕлька йăмăкăм; Тăван çĕршывăмăр вăл — мана ÿстернĕ кил-çурт, ĕмĕрне асран кайми Аслă Арапуç, хăй шывĕ çинче сиктернĕ çутă Атăл, Акатуйра мала тухнă çÿрен лаша, хамăр умри ем-ешĕл çăкасемпе хурăнсем, хам лартнă йăмрасемпе тирексем; Тăван çĕршывăмăр вăл — атте çава туптанă сунтал, хамăр çырлана çÿренĕ кунтăк, савăт-сапа, хĕрлĕ тăмран тунă чĕвĕлти шăхличĕ, пÿрт умне килсе ларса юрă шăрантаракан шăнкăрчă; Тăван çĕршывăмăр вăл — атте-анне панă чĕлхемĕр, хамăр юратса юрлакан юррăмăр.

Атте пире çапла калатчĕ: «Тăванчĕлхемĕре, тăван юррăмăра юратакан çын Тăван çĕршыва та пĕтĕм чун-чĕререн юратать»,— тетчĕ. Тăван çĕршывăмăр вăл—укăлча çумĕнчен пуçланакан уй-хирĕмĕр, улăх-çаранăмăр, тутлă шăршă саракан пыллă Çăкасар, чечеке ларнă хуратул çинче сĕрлекен вĕлле хурчĕсем, эпир ача чухне выляса ÿснĕ теттесем, хĕлле ярăннă тăвайкки, çуркунне пĕвенĕ шыв-шурсем, çап-çут йăлтăртатса выртакан кÿлĕсем.

Атте çапла калатчĕ: «Тăван çутçанталăка юратакан çын Тăван çĕршыва та пĕтĕм чун-чĕререн савать,— тетчĕ.— Тăван çĕршывăмăр вăл — Раççей, пирĕн çывăх тусăмăрсем — вырăссем, казахсемпе грузинсем, тутарсемпе пушкăртсем, марисемпе удмуртсем… Тăван çĕршывăмăр вăл — Мускав, Кремль, Ответлă Социализмлă Аслă Çĕршыв!».

Атте çапла калатчĕ: «Тăван çĕршыва юратакан çын ĕмĕр-ĕмĕрех пархатар курать»,— тетчĕ.

Питех те тĕрĕс каланă атте.

Тупмалли

Ваçлей Давыдов-АнатриСатин кĕпеАслă АрапуçАннеçĕм, анне…«Тимĕр карта»Кăлюк аппаТĕрĕс калать атте…Хусана—вĕренмеСатин кĕпеПăрлă çумăрĔнтюк туйĕАтте тусĕШăрттанСиенлĕ вăйăКаçхи вăйăраПраçникХĕресХĕрлĕ галстукИксĕмĕре пĕр карттусКунта Ленин вĕреннĕПăр каятьКимĕпеЧутах сурăхсăр юлаттăмăрИван Евгеньевич«Хĕрлĕ хĕлхем»Йăмра айĕнчеЧипер инкеАкатуйСăвă-юрă янăратьУкçа енчĕкĕНарспиНонна КирилловнаМаринеВăрăм пушăЧун хĕлхемĕПичче—салтакÇĕнĕ сăнЭпĕ—комсомолецЙăмрасем, тирĕксем…Сывă пул, тăван ялăм…Тăван хуламăртаХалăх поэчĕШупашкар çăкисемЭпĕ çапла шутлатăп…

 


Кĕскен

Автор хресчен кил-йышĕнче ÿсет. Ашшĕ-амăшĕ турра пуççапаççĕ, анчах вĕсен тĕнĕ тĕшмĕшпе пăтранчăк. Çавăнпа Ваçлей те ăнлансах каймасть, çапах шанмалла тет. Ваçлейĕн Кăлюк аппăшне амăш качча урăх яла парасшăн мар. Кăлюк малтан ялти каччăпах çÿрет, анчах хайхи чирленипе вилсе каять. Кăлюк майлашăнсан Туркай ялĕнчи Тимуша юратса пăрахать. Инçетри ялтан хăтасем килеççĕ, анчах анне пĕртте килĕшмест, ятласа темтепĕр каласа хăтасене кăларса ярать. Пĕрре утă çулма тухнă чухне, Кăлюк тунать. Амăшĕ хĕр шухăшне сиснипе ăна кĕлете питĕрсе хăварать. Ашшĕ хĕрачана шыв та парса хăварман тесе хыпаланать. Пăх та хĕрача кĕлет виттине вистесе тарнă та. Кăлюкпа Тимуш авланаççĕ.
Пĕр çулхине Ваçлейсен кишĕрĕ шăтмасть, вара вăл йăмăкне Пăлюка ертсе кÿршĕ картине кĕрсе вăрлама каять. Алăк чĕриклетнине илтсен ачасем – кишĕрĕсем тăкăнаççĕ – киле тараççĕ. Пытанаççĕ. Ашшĕ чĕнет, сĕтел çинче пĕр чашăк кишĕр. Ачасем пĕлмене переççĕ. Вара атте ывăльне ик çупкă – çын пахчи, çын кишĕрĕ – парать. Темиçе кун хушши Ваçлей пытанса çÿрет. Унтан ашшĕ вăрттăн «Ăнлантăн-и?» тет. «Çын япалине ыйтмасăр тытнă ан пултăр», тет. Ача ним те чĕнмест, анчах астуса юлать пулмалла. [Кунта пĕр çитменлĕх кăна. Ваçлей ачан «Чее пулмалла, çакланма юрамасть.» принципне уçса паман.Мĕншĕн тĕкĕнме юраманнине те – çупкă кăна-и. Анчах натураллă саккун урлă епле ăнлантарма май пур тата? ]. Ваçлейĕн пиччĕшĕ хусана вĕренме кĕрет. Яла таврăнса килсен вăл кĕпелĕх саттин пусми илсе килет, Ленина тата патшалăха мухтать.
Пĕрре тырă вырма кайсан, Ваçлей ялти пуянсен тракторсем пуррине ăмсанать, чухăнсем тырра çурлапа выраççĕ, çапла шухăшланă чухнех качча пÿрнине касса пăрахать. Унтан апатланма ларсанах пăрлă çумăр кусен ырашне пĕтерет. Ĕнтюк аппăш туйĕ Ваçлее питĕ килĕшет. Ваçлей ашшĕн Люля ялĕнчен пĕр вырăс тусĕ пулнă. Амăшĕ пĕрре урине пĕçертсе амантсан, кăмпапа ÿсен-тăран сиплĕхне пĕлекен çак çын, Ваçлей амăшне самайлатакан эмел илсе пырать.
Ачалла вăрра çÿресе пĕрре çакланнă ача тепĕр хут вăрă тăвать. Ку хутĕнче амăш хатĕрленĕ шăрттана пÿрнипе шăтарса, шалти ашсене кунсерен чĕпĕтсе хутаçа пушатать. Çупкă лекессине пĕлет, вара пĕр кунхине каллех патак çиет. Ку хутĕнче амăш питĕ хурланнине астуса юлать.
Пĕррехинче Пăлана ашкăнса сикнĕ чухне, хуллине амантать. Юнашарти карчăк шăмма каялла лартма хăтланать. Ача ашшамăшне шарламасть, алли вара юсанмасăр юлать. Каçхи вăйăпа киленнĕ чухне перисем хĕр вăрлама тăраççĕ, анчах авалхи йăласем текех çук, çамрăксем вăрлаттармаççĕ. Шкула кайсан Октябрь праçникĕнче парне илет Ваçлей те. Пĕррехинче ÿпке шыçнипе чирлесе каять. Тухтăрсем тем пек пăхсан та вăй илеймест. Пĕррехинче ашшамăш хăй вырăнĕ вĕçĕнче сăхсăхнине курать. Сывалсан пĕр кĕлетре хĕрес курать. Ăна хăй вилсен пытарнă чухне лартма хатĕрленĕ имĕш ашшĕ. Ашшĕ питĕ вырханать Ваçлей вилессе каланă юмăçа итлесе çапла тунишĕн.
Пĕрре Вихтăр пиччĕш хĕрлĕ галстук çыхса килет. Ăна уншăн пĕр арçын «чунна шуйттана сутрăн» тесе хупăрлать, вара Ваçлей амăш ачине çăлма килет, ытти çынсем те ача хутне кĕреççĕ, текех çĕнĕ самана теççĕ. Пĕррехинче сутлăха карттуссем килеççĕ. Ваçлейсем чухăн, вĕсем ик ачине пĕр карттус кăна илсе пама пултараççĕ. Ачасем карттуспа лайăх усă кураймаççĕ. Вăйлăраххи тăхăнса çÿрет.
Ашшĕ-амăшĕ Хусана кайма тапранаççĕ. Ваçлейĕн те каяс килет. Ăна та илеççĕ. Учитель те лайăх пулать терĕ. Вара хусанра кинона та, музее те кайса курать пĕчĕк ача. Ленин вĕреннĕ университет умĕнче ашшĕ шлепкине хывса пуç таять.
Пăр кайнă чухне халăхсем Аслă кĕпере çăлса хăвараççĕ.
Пĕррехинче асасем Пăла çинчен хĕрсемпе каччăсене сăнаса киленеççĕ.
Пĕр каçхине ваçлейсен сурăхĕ киле таврăнмасть, ăна çурçĕр иртсен утă купи çумĕнче тупаççĕ. Таврари кашкăр сассисене илтсен, сурăха вăхăтра çăлнишĕн савăнаççĕ. Иван Евгеньевич коммунист учитель Ваçлей ашшĕпе туслă.
Ялта халăхсем колхоз туса хурасси пирки тупăшаççĕ. Колхоз тунă хыççăн, совет самани символĕ – трактор илсе çитереççĕ яла.
Ваçлей ашшĕ çырма вулама вĕренесшĕн. Вăл та колзхоза хутшăнать.
Ашшĕ Йĕпреçрен килнĕ чухне палламан çынсене лартса килет. Ку Ваçлейĕн Макçăм пиччĕшпе унăн çемйи. Макçăмăн арăмĕ – вырăс. Тухса кайнă чухне ăсатасси питĕ йывăр килет ачана.
Акатуй тума Патăръеле каясçĕ.
Яла Митта Ваçлейĕ килет. Коммунист сăввисем янраççĕ. Ваçлей те хусанкайăн сăввине вулать.
Митта Ваçлее мухтать, Шупашкарта Хусанкая ун çинчен каласа пама пулать.
Çул çинче Ваçлей енчĕк тупать. Ăшĕнче 80 тенкĕ. Чакăри кĕçтукăнни тухса ÿкнĕ пулнă. Юрать-ха Ваçлей ку хутĕнче ашшĕ сăмахĕнчен тухмасть: ‘тупнă япалана хуçине каялла тавăрса памалла’ тенине аса илет. Енчĕке Кĕçтука парать.Кĕçтук вара куна нумай кĕнеке илсе парать.
Нарспи кĕнекин ни хуплашки пулман, хăй те кивелсе кайнă, çапах та Ваçлей те ашшĕ-амăшĕ те питĕ юратса вуланă ăна.
Çĕнĕ учительница Нонна Кирилловна килет. Пурте савăнаççĕ.анчах нумай вăхăт иртмест. Нонна куçса каять – Митта Ваçлейне качча каять.
Ваçлей те Марине ятлă хĕрачана юратса пăрахать.
Сысна фермине çын кирлĕ пулнă. Ваçлей тăванĕ, Иван пиччĕшĕпе икĕ çул çÿрет вара. Анчах кĕтÿ ялан Марине килĕ умĕнчен иртнĕ. Вара Ваçлей питĕ вăтаннă.
Ваçлей чăваш сăввисене каçса кайсах вуланă, шкулта вăл Миттан Якку шăллĕпе пĕрле художник пулса стена хаçаче кăларнă. Хăй те сăвă çырнă, редакцисене ярса тăнă, анчах пиçсе çитмен сăввисене пичетлекен пулман. Пĕрре ăна вырăнти хаçат редакторĕ сăвă çинчен вĕрентнĕ. Вара пĕрремĕш сăвви тухнă. Пиччĕшĕ Вихтăр малтан художник пулса ĕçлеме кĕнĕскер, киле пĕр хушă çыру яман. Кайран вара хăй салтак пулса тăни çинчен пĕлтернĕ.
Ял çĕнелсе пырать. Завод уçăлать, Ильич ламписем килеççĕ, унтан тата радио, радиовĕ чăвашла та калаçать.
Тинех Ваçлей комсомолец пулса тăнă. Тавăт Ваçлейне правлени секретарне суйлаççĕ.
Ваçлейпе ытти комсомолецсем ялта йывăç лартаççĕ.
Райком Ваçлее Шупашкара хаçат шкулне вĕренме ярать.
Шупашкарта Ваçлейĕн чĕре хĕлхемĕ татах та вăйланать. Шелепипе паллашать.
Вĕсен килне чылай çÿрет вăл. Пĕррехинче намăс курать. Куçĕ курман поэтăн пулăшуçи Анюта пулă ăшаласа парать те, хăй пасара çити каять. Вара Ваçлей пулла çиет, Шелепи çиех-çиех тет. Анчах Шелепи Ваçлей малтан çăкăр тăвара ас тивессине кĕтнĕ пулнă. Ну мĕнех текелесе пулла çиме тăрать, анчах Ваçлей ăна çисе янă та. Тем чул вăхăт хушши Ваçлей каçару ыйтасшăн çÿрет, анчах шухăшне пухаймасть. Вара Шелепи вилес умĕн Анюта умĕнчех каçару ыйтать.
Хаçат шкулĕнче чăваш челхи верентекен Яковлев ученици Марфа николаева пулнă. Пĕррехинче вăл «тăван çĕршыв» çыру ĕçĕ хушать. Автор биографилле хайлавне Тăван çĕршыв çинчен шухăшланисемпе вĕçлет. «Атте çапла калатчĕ: «Тăван çĕршыва юратакан çын ĕмĕр-ĕмĕрех пархатар курать»,— тетчĕ.
Питех те тĕрĕс каланă атте.»

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s