Ывăл ][ Иван Егоров


Иван Егоров


Кĕске содержанийĕ


Ывăл

Ирех вăратрĕç паян Улатимĕре.

— Мĕн, анне, шкула кайма та вăхăт çитрĕ-и элле? — ыйтрĕ вăл. Анасласа илчĕ.

— Вырсарникун паян, шкула мар, кĕтĕве каймалла. Каллех черет çитрĕ.

— Ун пирки каçран каласа хураканччĕ вĕт-ха?

— Темшĕн шарламарĕç ĕнер кÿршĕсем. Маннă-тăр. Паян тин аçуна кĕтÿ хапхинче курса астутарнă… Каян пуль, ачам. Сансăр пуçне урăх кам кайтăр-ха?

«Тепĕр ик сехет çывăрсан, тем пекехчĕ те…» Улатимĕр ку шухăша сирсе яма тăрăшрĕ. Текех ÿкĕтлеттерсе тăмарĕ амăшне. Пит-куçне шывпа кăшт-кашт йĕпеткелесе илчĕ те тумланма пуçларĕ.

— Тата камсем пыраççĕ? — Ыйтрĕ вăл амăшĕнчен çу каçа типсе ларнă аттине эхлете-эхлете тăхăннă май.

— Виçĕ килĕпе кĕтмелле пулать: Варук инкÿпе хăвăр класăрти Ваççа тухаççĕ, терĕç.

Улатимĕр Ваççа ятне илтсен хытă хĕпĕртерĕ. Пĕрле аванрах. Паянхине виççĕмĕш хут каять Улатимĕр кĕтĕве. Сурăхсене пăхма кăçал никам та килĕшмен, çавна пула вĕсене черетпе кĕтме тивет.

— Атте, пĕркунхи пушă ăçтарахчĕ-ши? — ыйтрĕ пĕчĕк кĕтÿç ашшĕнчен.

— Эсĕ васкарах тăхăнкала. Пушшине хамах тупса хурăп. Нумай кĕттерес мар çынсене.

Çанталăкĕ пĕлĕтленсе тăрать. Кăнтăрла тĕлнелле çумăр тăкса ярать-и-ха? Пиншак çийĕнчен Улатимĕре ашшĕн брезент плащне тăхăнтартрĕç: икĕ хут икĕ хутах вăл, çапах хÿтĕрех пулĕ.

Ашшĕ пушă тупса пачĕ ывăлне. Амăшĕ хутаçпа çăкăр, хĕрлĕ помидор, пĕçернĕ çăмарта тыттарчĕ. Пĕр курка ăшă сĕт ĕçтерсе ячĕ. Пиншак кĕсйисене çĕрулми тултарчĕ. «Кĕл улми туса çийĕр»,— терĕ.

Ваççа юлташĕнчен маларах пуçтарăнса тухнă урама: Улатимĕрсен тĕлне çитеспе пĕр-ик хутчен шăхăртрĕ.

Улатимĕр, хапхаран тухсан, юлташĕ патне пычĕ. Пушшисене «тĕрĕслеççĕ». Пĕри шăршлаттарать те, тепри шартлаттарать. Уитан вĕçĕсене тытса пăхаççĕ. Ваççан пушă вĕçĕ çичĕ тĕвĕллĕ иккен. Çирĕпрех пултăр тесе, мунчалапа пĕрле пушăт хушса явнă вăл пушшине. Шартлатма та хытă шартлашать. Ăмсанмалăх пур.

— Тепрехинче санăн пеккине яватпăр эпир те. Пÿрт тÿпинче пушăт юлашкисем пурччĕ-ха,— терĕ Улатимĕр тусне.


Пĕлтĕр сентябрь уйăхĕ питĕ хитре тăнăччĕ. Ир те каç сулхăнрахчĕ те, кăнтăрла хĕвел аванах ăшăтатчĕ. Ачасем кĕпе вĕççĕнех шкула чупатчĕç. Кăçалхи сентябрь ун пек мар. Ялан тенĕ пекех пĕлĕтлĕ çанталăк. Хĕвелĕ, вăтанакан хĕр евĕр, кăшт кулса илнĕ пек пулать те каллех тĕксĕм пĕлĕтсем хыçне кайса пытанать. Кĕтмен-туман çĕртенех пĕрер касă çумăр çуса иртет. Колхозниксене те уй-хирти юлашки ĕçсене вĕçлеме чăрмантаркалать,

Паян кăнтăрлаччен çăвас темерĕ çумăрĕ. Пĕчĕк кĕтÿçсене хĕрхенчĕ пулмалла. Хура кăвак пĕлĕтсене вăйлă çил килсе икĕ еннелле сирсе ячĕ. Çил кăшт лăпланаспа анăçра каллех çумăр кăвакара пуçларĕ…

— Каллех лÿшкеме тытăнать-и ĕнтĕ? — пăшăрханчĕ амăшĕ ывăлĕшĕн,— Ăçта кайса кĕрĕç…

Çумăр кĕвĕленсе те çитрĕ. Пĕр хушă витререн тăкнă пек çурĕ. Унтан шĕвелсе, тăтăшланса кайрĕ.

— Хÿтлĕх пекки тума ăс çитерсен пырĕччĕ те хăть. Унсăрăн хăйсем те йĕпенсе пĕтеççĕ,— канăçсăрланчĕ Улатимĕр ашшĕ,— Çумăр кун пекех çăвассине пĕлнĕ пулсан…

Çумăрĕ вара çаплах чарăнмасть, лÿшкет те лÿшкет…


Çаплипех кун та иртсе кайрĕ.

— Кĕтÿ кĕчĕ,— терĕ амăшĕ, урам енчи чÿречерен пăхса.— Лекрĕ те паян ку атьсене.

— Темех мар,— сăмах хушрĕ ашшĕ.— Ытлашши ачашласан… Хушăран кун пекки те кирлĕ, çирĕпрех, тÿсĕмлĕрех пулччăр.

— Ачашласа мар, хĕрхенсе калатăп-çке.

— Тăвар мар, ирĕлсе каяс çук. Улатимĕрĕн плащĕ виççĕшне пĕркенме те çитет. Кĕтĕвĕ сивĕ çумăра епле чăтрĕ-ши, ăна ачасем епле чарса тăркаларĕç-ши, ир кĕртмерĕç? Çавă кăсăклантарарах парать мана,— хĕрсех калаçрĕ ашшĕ.

— Юрĕ-çке. Кун пирки Улатимĕр хăй килсен каласа парĕ. Яшка вĕресе ан пĕттĕр ман,— амăшĕ кайри пÿртне тухрĕ.

Урампа, аври таранах пылчăкпа вараланнă пушшисене аран сĕтĕрсе, пĕчĕк кĕтÿçсем таврăнаççĕ. Уринчен ури те иртмест хăйсен. Аттисем кăна мар, тумтирĕсем те çурăм таранах пылчăклă, курăклăрах вырăн шыраса утмаççĕ, тÿррĕн тÿрре ярса пусаççĕ. Вĕсем хыççăн пылчăк шывĕ шăмпăрт-шăмпăрт! туса юлать. Пырсан-пырсан, пит-куçĕсем уйăхăн-хĕвелен ялкăшса илеççĕ, пĕр-пĕрне тем каласа парса пултараççĕ.

Улатимĕрсен тĕлĕнче Ваççа юлташĕпе сывпуллашрĕ:

— Кайран пыр. Футбол курăпăр,— терĕ.

— Юрĕ. Яшка çисенех пыратăп.

Аттине те, пылчăкпа чăпарланнă плащне те пусма умнех хăварса, Улатимĕр пÿрте кĕрсе тăчĕ.

— Прикăвăра пурнăçларăм,— терĕ вăл кĕнĕ-кĕменех.— Пĕр сурăхне те, пĕр качакине те тартмарăмăр…

Амăшĕ ывăлĕ çине ытараймасăр чылайччен пăхса тăчĕ: «Нумай пулмасть-ха çĕрле килкартине тухма та хама чĕнетчĕ… Халĕ, ав, мĕнле çитĕнсе кайрĕ. Хăй тĕллĕн çÿрекен пулчĕ. Çулсем… Çулсем… Ытла та хăвăрт шăватăр-çке эсир»,— шухăшларĕ вăл, ывăлне юратса та хĕрхенсе. Вара ăшшăн сăмах хушрĕ:

— Час апат пиçет. Унччен çăвăнкала. Чăлхусене кунта пар, кăмака умне çакса типĕтĕпĕр.

— Юрĕ-çке, анне. Йĕпе мар вĕсем. Нÿрленнĕ анчах.

— Хыв, хыв. Типпине тăхăнса яр,— ÿкĕте кĕртесшĕн пулчĕ амăшĕ пĕчĕк кĕтÿçе. Кăмака тăрринчен типĕ чăлха илсе тыттарчĕ.

— Юрĕ, эппин,— кулкаласа илчĕ Улатимĕр.

Те ĕнтĕ кĕтÿ мĕнле кĕтни асран ниепле тухасшăн мар, те амăшĕ хăйĕнпе унчченхинчен япшартарах пулни кăмăлне çĕклерĕ? Пĕрне тепринчен уйăрса уйрăммăн пăхма çук. Вăл та, ку та Улатимĕрĕн калаçас, паянхи çинчен кăштах та пулин килтисене каласа кăтартас шухăшне вăйлатрĕç. Çавăн пек ĕç туса килнĕ те, ăçтан чунĕ чăттăр-ха пиллĕкмĕш класа çÿрекен ачан Уçтинесен каскăн качаки çинчен амăшне каласа кăтартмасăр!

— Анне, анне! Леш Турчăкакассинче Уçтинесем пур вĕт-ха.

— Пур çав, пур.

— Ытла каскăнланса кайнă вĕсен качаки. Ывăнтарса вĕлеретчĕ.

— Ăна Уçтини тутарсене сутнăччĕ мар-и-ха? — калаçăва хутшăнчĕ Улатимĕр ашшĕ те.

— Çавсенни пекех ĕнтĕ,— ĕнентерме тăрăшрĕ пĕчĕк кĕтÿç, кун каçа чупса качакасене тĕсĕнчен кăна мар, ячĕсенчен те астăвакан пулнăскер.— Хура хăй. Çурăмĕ çинче шурă вырăнсем пур.

— Ула, эппин? Çавсенех апла пулсан…

— Ну, каскăн та каскăн. Курса та ĕлкĕрме çук хĕвелçаврăнăш ани çине епле кĕрсе çухалнине. Ун хыççăн ыттисем кĕпĕрленсе каяççĕ. Хăвала-хăвала йăлтах халтан кайрăмăр вĕт, Вара, капла майпа ĕç тухмасть тесе, виçсĕмĕр те кукку ру сна хĕвелçаврăнăш анисен чиккине тăрса тухрăмăр. Пушăпа итлеми пулсан, алла туратлă çапăсем тытрăмăр. Варук инке кулать пиртен. Чикĕри салтаксем майлах эсир, тет.

— Çумăр лÿшкеме тытăнсан?

— Вăрман хĕрне, лаштра юмансен айне хăваласа кĕртрĕмĕр. Виççĕн виç енне тăтăмăр та кĕтĕве ниçта та ямарăмăр. Шăнса ĕнтеркесен, унталла та кунталла тарма пăхаççĕ выльăхсем. Варук инке хамăр ял енче йывăç айĕнче тăратчĕ. Пирĕн кĕтÿ Уçтинесен ула качаки ертсе пынипе ялалла тапса сикнĕ иккен. Эпир Ваççапа вăл вăхăтра хÿшĕ валли улăм йăтма кайнăччĕ. «Тимĕр, Ваçук! Ăçта эсир, пулăшăр! Кĕтÿ ялалла тарать! Ăçта çăва патне кайса çухалтăр?!» — пĕтĕм вăйĕнчен çухăрать Варук инке. Эпир çĕклемсене пăрахсах инкеке лекнĕ инкене çăлма чупрăмăр. Кĕтÿ самаях инçе кайма ĕлкĕрнĕ. Çитсе чартăмăр, каялла хăваласа килтĕмĕр, айккинелле текех пĕр утăм та пуçтармарăмăр. Ваççапа Варук инке сурăхсене хуралласа тăчĕç. Эпĕ хÿшĕ валли улăм йăтрăм, ик-виçĕ çĕклем кÿплеттерсе килтĕм. Турăмăр. Виçĕ юман айне. Каштисене пиçиххисемпе çыхса хутăмăр.

Улатимĕр, тем аса илнĕн, аллипе пилĕкне хыпаласа пăхрĕ. Пиçиххийĕ çук! «Манса хăварнă,— шухăшларĕ вăл. Килтисем ан асăрхаччăр тесе, кĕпине шăлаварĕ çийĕн кăларса ячĕ.— Ваççан та çавăнтах ĕнтĕ». Ашшĕпе амăшĕ, ывăлĕн «калавне» ĕç пăрахсах итлесе лараканскерсем, курмăш пулчĕç. Асăрхама паçăрах, Улатимĕр шăлавăрне тăрсан-тăрсан пĕр хăпарткаланинченех, асăрхарĕç-ха, манса е çухатса хăварнă пуль, терĕç, нимĕн те шарламарĕç.

— Хÿтте туса пĕтертĕмĕр те шăтăк юлмарĕ-ши тесе шал енчен пăхас терĕмĕр,—ним пулман пек тытма тăрăшрĕ хăйне Улатимĕр. Çапах та сăмахĕнче пусăрăнчăк кĕвĕ туйăна пуçларĕ унăн. Амăшĕ вăрçасран та мар, пиçиххине шелленĕрен те мар. Урăх туйăм кăмăлсăрлантарчĕ ăна: «Мĕнле арçын-ха эп? Мемме. Паян çумри япалана вăрмана пăрахса хăвартăм. Ыран анне мĕн те пулин тума хушĕ те, ăна манса кайăп. Партизан Мурат аслă юлташĕсем хушнине е разведкăра курни-илтнине çапла манса кайман вĕт, тĕрĕс мар сведенисем паман».

— Чупса ывăннă хыççăн хÿшĕре ларма çав тери канлĕ иккен. Хайхи, ларатпăр калаçкаласа. Сурăхсем те лăпланчĕç. Пĕр çĕре пухăннă та пуçĕсене чиксе тăраççĕ. Качакисем çеç нимĕн тума аптăрарĕç, авăнса аннă çăкасем çине улăхаççĕ. Уçтипесен каскăнĕ пирĕн хÿшĕ тăрнех хăпарса тăнă. Тем чăштăртатнине сисрĕм-ха. Çил силлет пулĕ, терĕм. Усала малтанах юлташ асăрханă: «Пăх-ха, пăх, мĕн тамаша?! — хулпуççинчен картах туртрĕ мана Ваççа.— Мĕнле тухатмăш, мĕнле шуйттан! Пиртен шит те юласшăн мар». Çаврăнса пăхрăм та, чăнах та, çав качака! Урисемпе улăма сирсе, пуçĕ кĕмелĕх шăтăк тунă та, ме сана, чип-чипер пăхса тăрать. Куçне те мăчлаттармасть. Шĕвĕр сухалне кăна выляткаласа илет. Алăри çăкăр татăкне курсан ме-ек! тесе сас пачĕ. Юлашки татăкăн çуррине ăна хыптартăм. Самантрах çисе ячĕ. «Урăх каскăн ан пул»,— терĕм. Ваççа партарасшăн марччĕ: «Кунĕпех чуптарчĕ те хăй хыççăн, эсĕ ăна тата çăкăр çитеретĕн»,— тет. Шалккă пек туйăнчĕ те. Ахальтен макăрмасть ĕнтĕ вăл. Çапла-и, анне?

— Выçмасăр пыман сирĕн патăра чĕлхесĕр янавар. Çитернĕ — лайăх тунă. Тепрехинче тарса çÿремĕ,— терĕ амăшĕ, Улатимĕр хаваслăхĕ сÿнтерĕç мар тесе.— Аслăрах пулĕ. Выльăх та ырă тунине манмасть.

Амăшĕ çапла каласан, ывăлĕ пушшех хавхаланса калаçа пуçларĕ:

— Вăхăт иртнине сисмен те çапла юмахлакаласа ларнă май, кун каç енне сулăннă. Варук пикене хĕрхентĕмĕр. Киле пынă çĕре пирĕн пурте янтă, унăн — апла мар.

«Варук пикене килне иртерех яратпăр-и?—тетĕп Ваççана.— Пĕччен çыннăн килĕнче те ĕçĕ нумай-тăр. Халĕ иксĕмĕр те антрамăпăр, кĕтĕве уй хапхинчен епле те пулин хăваласа кĕртĕпĕр-ха».— «Кайтăрах, хамăр та кĕтетпĕр халь»,— хăюланчĕ ман Ваççа та хырăмне тăрантнă хыççăн. Тухрăмăр хÿшĕрен. Варук инке пире «çухатнă» иккен:

— Эпĕ сире тепĕр енчи юман хыçĕнче тăраççĕ тесе,— шалт тĕлĕнет вăл,— эсир вара авă аçта иккен.

— Хÿшше тĕрĕслесе пăхрăмăр. Хăçанччен тăратпăр кунта, Варук инке?

— Тепĕр икĕ сехетрен килелле кайăпăр.

— Варук инке, эсĕ каях ĕнтĕ килне… Хамăрах хăваласа кĕртĕпĕр.

— Кĕртейĕр-и ара? — иккĕленнĕ вăл.— Ача-пăчана шăнсан…

— Кĕртетпĕр, кĕртетпĕр. Ним те мар. Килелле вĕсем хăваламасăрах чупаççĕ халь. Çитсе те пыраймăн-ха ак.

Варук пикене аранах ÿкĕте кĕртремĕр. Уттарчĕ. Вăл вăрман сăмсинчен пăрăнсанах, çумăр чашлаттарма пуçларĕ. Кĕтÿ каллех йывăçсен айне пухăнчĕ. Эпир хÿшше кĕтĕмĕр, качака шăтарнă шăтăкран кĕтĕве сăнаса ларатпăр. Киле кайма вăхăт çитмесĕр те тухмарăмăр урăх. Выльăхсем те пăлханмарĕç, йывăçсен айĕнче пуçĕсене пĕксе çумăр шăпăртатнине итлерĕç.

— Улму та çаплипех таврăннă-çке сан, Улатимĕр,— терĕ амăшĕ, ача кĕсйинчен çĕрулмисене пĕрерĕн-пĕрерĕн кăларса тĕпелти витрене янă май.

— Эсрел çумăрĕ пĕçерме памарĕ çав. Килес умĕн тин хÿшĕре вут чĕртсе хăтланма хăрарăмăр. Тепрехинче пеçерĕпĕр-ха… Çапла кĕтрĕмĕр ĕнтĕ кĕтÿ. Халĕ, акă, килте, сирĕн умăрта, чип-чиперех кулкаласа тăратăп. Çакăнпа кĕтÿ халапĕ те вĕçленчĕ,— терĕ Улатимĕр, куçне чеен хĕскелесе. Вара малти пÿлĕме кĕрсе кайрĕ.

Амăшĕ яшка антарса лартрĕ. Çăкăр касрĕ.

— Эсĕ те хаçат-журналсене пуçтаркала,— терĕ мăшăрне.— Каçхи апат тăвăпăр. Улатимĕре чĕн.

Ашшĕ, «Тăван Атăл» журнала икĕ пÿрт хушшинчи алăк тăрне хума пынă май, ывăлне апата чĕнчĕ.

Хирĕç хуравлакан-тăвакан пулмарĕ. Пÿртре шăпах. Ашшĕ алăкне уçса тепре чĕнесшĕнччĕ, Улатимĕр тутлăн çывăрнине курсан шавламарĕ. Минтерĕпе юнашар — «Партизан Мурат» кĕнеке. Вуланă çĕртех çывăрса кайнă иккен. Тути кулать: ырă тĕлĕк курать пулас ача. Уçтинесен каскăн качакипе юлашки татăкне хыптарать-ши е «Сăран мечĕк» передача пăхать? Тен, нимĕçсене Муратпа пĕрле автоматран ăшалать? Пĕлеймĕн. Ывăлĕ тĕлĕкĕнче кулать пулсан, ашшĕ-амăшĕн те канăçсăрланмалли çук. Вĕсем Улатимĕр çине пĕр кана кăмăллăн пăхса тăчĕç те:

— Тĕлĕкне курса пĕтертĕр, эппин, халь вăратас мар,— терĕç.

Тепĕр ирхине амăшĕ Варук пикене тĕл пулчĕ.

— Ытла та нуша пулчĕ пуль ĕнер сире? — ыйтрĕ вăл Варукран.— Пирĕн Улатимĕр те çара пылчăк пырса кĕчĕ.

— Ан та кала ĕнтĕ,— хуравларĕ лешĕ.— Пурне те лекрĕ унта. Ман телее, ачисем — ÿркенменскерсем. Юлхавраххисем лекнĕ пулсан, ăна тăрăх пылчăк ашма та хамах тиветчĕ. Ытла та маттур. Мĕн хушнине пурне те тăваççĕ. Хирĕçлесе-турткалашса тăмаççĕ. Халех пысăк çынсем пек тыткалаççĕ хăйсене. Сирĕн Улатимĕр тата вăр-вартарах. Мана пĕр-ик сехет маларах ячĕç. Кил-çуртна пуçтаркаламалли те нумай-тăр, терĕç. Ăна-кăна чухлаççĕ-ха вĕсем. Тепри пулсан, ăнкартса та илес çук.

Амăшне ăшă туйăм хытăрах та хытăрах çупăрларĕ…

 


Кĕскен

Амăшĕ Улатимĕре вăратса кĕтÿ кĕтме ярать. Виçĕ килĕн пăхаççĕ – икĕ ача тата Варук аппа. Ку хутĕнче Сентябрь уйăхĕ çумăрлăрах. Кĕтÿ çÿренĕ чухне те вăйлăн çăвать. Кĕртнĕ хыççăн Улатимĕр ашшĕ-амăшне мĕнле çÿрени çинчен каласа кăтартать. Ăна Партизан Мурат ятлă кĕнеке Арçын пек пулма тăрăшма хавхалантарнă. Çавăнпа вăл вара кĕтÿ çÿренĕ чухне пиçиххине çумăртан пытанмалли хÿшĕ тунă чухне манса хăварни çинчен аса илет те, хăйне хăй тарăхать.
Амăшĕ тепĕр кунне Варукпа калаçать, ывăлĕ çинчен ăшă туйăм çупăрлаттаракан сăмах илтет.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s