Бранденбург хапхи умĕнче


Александр Алка


Нумай уй-хирсем тăрăх утрăмăр, шурăмăр
Шари! çухăрса вĕçекен вут-хĕм айĕн,
Тăшман йăвине аркатасчĕ тесе.
Тăватă çулта, тен, çухалчĕ-тĕр çур ĕмĕр,
Сĕм вилĕм умне тарăхса шунă майăн
Çĕр сăнĕ çапатчĕ пек çамрăк тĕсе.

Нумай мăн шывсем урлă ишрĕмĕр, каçрăмăр,
(Кунта çитнисем, çавсене асилсемĕр!)
Сулмаклă хумсем хĕрелетчĕç юнпа.
Кунсем пек ялтраччĕ, çап-çутăччĕ каçăмăр.
Каçсем пек сĕм тĕттĕм пулатчĕç кунсемĕр,
Çапах çухалмарĕ, сӳнмерĕ тупа.
Нумай ялсемпе хуласем витĕр тухрăмăр.
Фашист этеме вут çине ывататчĕ,
Ĕлккен çуртсене ялкăштарнăччĕ вăл.
Таврасчĕ тесе тарăхса вăя пухрăмăр,
Сĕм анăç енне алăсем чăмăртанчĕç,
Лăскарĕ чуна куç курми çил-тăвăл.
… Нумай çĕршыва, юлташсем, çитсе куртăмăр,
Пит вăрăм çулсем пулчĕç юнлă, тар-шурлă,
Çапах ÿкермерĕмĕр хамăр чыса:
Урал тăвĕнчен килсе ялкăшнă вутăмăр
Хăюллăн вĕçет Бранденбург хапхи урлă,
Рейхстаг ишĕлет фашистла йынăшса.
Асаплă, тертлевлĕ-çке пулчĕ кун-çулăмăр.
Кам кăмăлĕ-чунĕ туллашмĕ хаяррăн,
Кам манĕ юн çунă тăватă çула?!
Вĕсем ĕнтĕ, савнăç пек, шухă вут-çулăмăр,
Хура урамсем тăрăх ярăм та ярăм
Тăшман йăвине тĕк юлми эс тулла!

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.