Бранденбург хапхи умĕнче

Александр Алка

Александр Алка — педагог, поэт, чăвашла пĕрремĕш оперăн (Шыв армань) текстне çырнă. Ача çуртĕнче ÿснĕ, вăрçăна пĕрремĕш кунсечех хутшăнса Германие çитичченех пăрахман. Тăватă хутчен аманнă, нумай медале тивĕçнĕ… Тĕплĕнрех→


 

Нумай уй-хирсем тăрăх утрăмăр, шурăмăр
Шари! çухăрса вĕçекен вут-хĕм айĕн,
Тăшман йăвине аркатасчĕ тесе.
Тăватă çулта, тен, çухалчĕ-тĕр çур ĕмĕр,
Сĕм вилĕм умне тарăхса шунă майăн
Çĕр сăнĕ çапатчĕ пек çамрăк тĕсе.Малаллине вулас