Кĕтмен инкек ][ Ваçлей Давыдов-Анатри


Ваçлей Давыдов-Анатри


Кĕтмен инкек

Пыл хурчĕсене эпĕ çав тери юрататăп. Çулла пулсан вара ял çумĕнчи çаран çине тухатăп та пыл хурчĕсем сĕрленине каçса кайсах сăнатăп. Çак пĕчĕк ылтăн çунатсем чечекрен чечеке ларса пыл пухнине курсан, чун уçăлса каять.

Атте те эпĕ пыл хурчĕсене юратнине сисрĕ пулас, ятарласа Юхма пасарне кайса вĕлле туянчĕ. Ăна пахчана, çурт çумне, хĕвел тивекен вырăна лартрĕ. Эпĕ иртен пуçласа каçчен унтан уйрăлмастăп: вĕлле хурчĕсем пыл пухнине чун-чĕререн савăнса пăхса ларатăп. Пĕр эрне иртсен, вĕлле пăхма шут тытрăм. Анчах хам çак ĕçе мĕнле, ăçтан пуçламаллине нимĕн те пĕлместĕп. Пирĕн кÿршĕре Сахрун мучи пурăнать, пыл хурчĕсем нумай усрать. Ун çинчен таврара ырă ят çÿрет. Пурте ăна: «Сахрун мучи—хурт-хăмăр ăсти»,—теççĕ. Эпĕ те ăс илме ун патне кайма шутларăм.

Ăна эпĕ хăй патне мĕншĕн килнине каласа патăм.

— Аван, апла пулсан,—терĕ Сахрун мучи, унтан вара пыл хурчĕсене мĕнле пăхса усрамалли çинчен кĕскен ăнлантарма пуçларĕ.

— Сантăр, тата çакна ан ман: хуртсем çапкаланнине, рамăсене тирпейсĕр тыткаланине, тĕрлĕ шăршă-маршă çав тери юратмаççĕ.

Вĕрентсе ăс панăшăн Сахрун мучине пĕтĕм кăмăлтан тав турăм та хурт пăхма васкарăм. Киле çитсен, çăм алса тăхăнтăм, пит-куçа ятарласа хурт пăхма тунă шăтăклă питлĕхпе хупларăм.

Кунĕ питех те лайăхчĕ. Хĕртсе хĕвел пăхать. Вĕлле хурчĕсем каçса кайса сĕрлеççĕ, пыл пухаççĕ. Эпĕ вĕлле патне хуллен утса пытăм. Хама питĕ лăпкă тытма тăрăшатăп. Шиклене-шикленех вĕлле хуппине сирсе çерем çине хутăм, карас рамине кăларма пуçларăм. Пыл хурчĕсем сĕрлеме тытăнчĕç. Кăштахран вĕсем мана йăлтах хупăрласа илчĕç. Акă, унччен те пулмарĕ, сылтăм çанă ăшăнчĕ пыл хурчĕ сĕрĕлтетнине туйса илтĕм. Эпĕ ăна çанă ăшăнчен кăларас тесе, тăрмашма тытăнтăм, анчах вăл çав вăхăтра мана сăхса та илчĕ. Пĕтĕм ÿт-тир ыратса сĕрĕлтетсе кайрĕ.

Эпĕ, халиччен кун пек япалана курманскер, алсана айккинелле ывăтса ятăм, пуçа тăхăннă питлĕхе те хывса пăрахрăм. Çук, пыл хурчĕсем пурпĕрех пĕри те манран хăпмарĕç, çине-çинех сăха пуçларĕç. Эпĕ, ним тума пĕлменскер, çĕрулми ани çинелле чупса кайрăм, йăран хушшине тăсăлса выртрăм. Ман çинче пыл хурчĕсем çаплах сĕрлеççĕ, ĕнсе çине лараççĕ. Вĕсем мана хăйсен çуртне салатма пынă вăрă-хурах вырăнне хунă пулас, сывлама та памаççĕ.

Пыл хурчĕсем вĕçсе кайса пĕтсен çеç эпĕ пуçа çĕклерĕм. Пуç çаврăнать, ÿт-тир пур тĕлтен те ыратать. Вара, ыратмасăр, ÿт çинче пĕр сăхман вырăн та юлман пулĕ.

Хам аран-аран ура çине тăтăм та картишне чупса кĕтĕм, пусăран шыв ăсса хуртсем сăхнă вырăна çума пуçларăм. Ут-тир çаплах вут пек çунать. Ман пата аннепе Сахрун мучи чупса пычĕç:

— Мĕн пулчĕ? Мĕн пулчĕ?— ăшталанчĕç вĕсем. Эпĕ вĕсене хам мĕнле хурт пăхма пуçлани çинчен каласа патăм. Сахрун мучи мана: «Ара, эпĕ сана пыл хурчĕсем тĕрлĕ шăрша-мăрша чăтма пултарайманни çинчен каларăм-çке. Мантăн-им эсĕ çавна?»— терĕ.

Эпĕ ăна: «Манран нимĕнле шăршă та кĕмест»,— тесе хутăм.

Сахрун Мучи вара çĕрте выртакан çĕнĕ алсана çĕклерĕ те сăмси умне тытрĕ.

— Акă, çак алсана шăршласа пăх-ха. Шăрши пур-и унăн, çук-и?— терĕ вăл алсана мана тыттарса.

Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм: çĕнĕ алсаран чăнах та çăм шăрши кĕрет. Сахрун мучи пăртакран ман çине пăхрĕ те: «Çавăнпа асса кайнă сан хуртусем»,—тесе кулса илчĕ.

Кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки пур, тĕплĕн шухăшламасăр кашăк аври те тăваймăн, тесе ахаль каламан çав ваттисем.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s