Ваçлей Давыдов-Анатри: Кĕтмен инкек

Ваçлей Давыдов-Анатри

Ваçлей Давыдов-Анатри — Ваçлей Давыдов-Анатри — çыравçă, поэт, витĕмлĕ культура ĕçченĕ. Патшалăхăн тĕрлĕрен массăлла пĕлтерÿ тытăмĕсен редакторĕ пулса ĕçленĕ. Ытларах 600 яхăн çырнă юррипе асра юлса тăрать… Тĕплĕнрех→


 

Кĕтмен инкек

Пыл хурчĕсене эпĕ çав тери юрататăп. Çулла пулсан вара ял çумĕнчи çаран çине тухатăп та пыл хурчĕсем сĕрленине каçса кайсах сăнатăп. Çак пĕчĕк ылтăн çунатсем чечекрен чечеке ларса пыл пухнине курсан, чун уçăлса каять.

Атте те эпĕ пыл хурчĕсене юратнине сисрĕ пулас, ятарласа Юхма пасарне кайса вĕлле туянчĕ. Ăна пахчана, çурт çумне, хĕвел тивекен вырăна лартрĕ. Эпĕ иртен пуçласа каçчен унтан уйрăлмастăп: вĕлле хурчĕсем пыл пухнине чун-чĕререн савăнса пăхса ларатăп. Пĕр эрне иртсен, вĕлле пăхма шут тытрăм. Анчах хам çак ĕçе мĕнле, ăçтан пуçламаллине нимĕн те пĕлместĕп. Малаллине вулас

Анатолий Смолин: Ан вĕлер, ан суй, ан сут!

Анатолий Смолин

Анатолий Смолин — поэт, куçаруçă, тĕрлĕ премисене тивĕçнĕ культура ĕçченĕ. «Çилçунат» журналăн тĕп редакторĕнче, Чăваш Республикин пресс-секретарĕ тата пулăшуçи пулса ĕçленĕ.  14-ран ытла сăвăпа проза пуххи кăларнă. … Тĕплĕнрех→


Ан вĕлер, ан суй, ан сут!

 

 Петр Федорова

Sijen1• Суя тĕн

Пирĕн пурăнăç — кĕтрет,
Пурăнмастпăр икĕ хут.
Аслă Туйăм вĕрентет:
«Ан вĕлер, ан суй, ан сут».
Тем тесен те çын — çыннах,
Уншăн ним те пулмĕ ют.
Малаллине вулас