Урине


Иван Юркин


Чăваш хĕрĕн вилĕмсĕр илемлĕх стандарчĕ çак кĕнекене ÿксе юлнă. Тĕлĕнмелле яка чĕлхепе çырнă, тÿсме çук илемлĕ, савăк, çав хушăрах хурлăхлă кĕске калава халех вуласа тухма сĕнетпĕр. Хальхи хĕрупраçсем хастаррăн хутшăнакан «Чăваш пики» конкурссенче Нарспипе пĕрле Урине ятне асăнсан та мĕн тери хитре пулмалла!


Урине

Кипарисов сăрриЛарма хĕрĕ[i] Урине, пĕвве çитĕннĕ, вун-çиђĕ çулхи хĕр ађа: тап-таса питлĕ-куçлă, хĕрлĕ ђĕрейлĕ[ii], хурарах кăна куç харшилĕ, çавракарах питлĕ, пĕђĕкçĕ çăварлă, тутисем, пĕђĕкçĕ ађа тутисем пек, çÿп-çÿхе илемлĕ туталă, тикĕс те илемлĕ сăмсалă. Çитленĕ çÿç çивтисем, алă хурси пек, хулăн та вăрăм. Ытла илемлĕ хура куçĕсем, йăвашшăн кăна, темĕн пек, ытараймасăр пăхса тăраççĕ… Аллисем, пÿрнисем тата шурă кăпăкран тунă пек, тап-таса, хăпарса кăна тăраççĕ; калăн вăл аллисемпе пирĕн хура халăх ĕçне ĕмĕрĕнђе тытсата пăхмантăр, тесе. Çук, вăл ытти çынсем пекех, пур ĕçе те ĕçленĕ, анђах çамрăк таса ÿђĕ ăна кăна палăртман. Илемĕ унăн пĕр çавсем кăна мар халĕ: станĕ, пĕвви, çан çурăмĕ, пуçĕ, алли-хуллисем, илемлĕ теннипе илемлĕçке, пăхсан, пĕтĕмпе ытарса тăранма хал çук. Çине тăхăннă, мĕн тарăн ырă, пирĕн ђăваш тумĕ: улађа кĕпи, умне çакнă ђĕрçиттийĕ, пуç вĕçне, ђеђен кăна çыхнă, ђăпар тутăрĕ, урисене тăхăннă ђăлт-шурă тăла ђăлхисем, сырнă хамăр ђăваш çăпатисем, тата уйрăм темĕн тĕрлĕ илемлĕн курăнса тăраççĕ. Кăкăрĕпе мăйĕ çине çакнă шултăра кĕмĕл тенкĕсенђен, талирсенђен[iii] тунă тевеђĕпе мăйи, йанăралсенĕн[iv] кăкăресем çине çакнă пек, пĕтĕмпе йăлтăртатса анђах тăраççĕ. Аллисене тăхăннă çĕррисем тата ылттăн та кĕмĕл. Хăшĕ ахах куçлă, хăшĕ мерђен куçлă, хăшĕ çырулă, хăшĕ тĕрĕлĕ; хăшне тата тепле ытла илемлĕ йавса тунă. Хăшин çине кăна пăх, пурте темĕн тĕрлĕ ĕлккен.

Çапла Урине пек кăмăла килмелле пит илемлĕ тумланнă хамăр ђăваш хĕрĕ çине ĕмĕр пăхса тăрсанта тăранас çук…

Уй пек илемлĕ хĕри-пăраçа[v] ђăнласахта хамăр ђăваш çыннинђен пуçне, урăх çиђĕ йутран тен шырасанта тупас çук-и? Пирĕн ђăваш хĕрĕ каламата çук ĕнтĕ, ђăнласахта илемлĕ теннипе ей илемлĕ-çке!…

Ларма хĕрĕ Урине пĕр тĕсĕпе те тумлăннă тумĕсемпе кăна илемлĕ мар халĕ; вăл тата ĕçленĕ ĕçĕпете çынна ăсран кайитђен тĕлĕнтерет: ĕнтĕ турашăлне[vi] васкаса авăрлатçке!… Турашăлне тура хуппи[vii] çине кăртласа çакмассерен, тытăнат ђасрах васкаса авăрлама: сулахай аллипе турашăлне туртса ĕлкĕреймес, сылтăм аллипе йĕкине пĕр вĕçрен пĕтĕрсе авăрла пуçлат. Çитменнине тата йĕкине икĕ аллипе пит хытă кăна çупса йарат. Авăрланă сĕвемне вăрăмтарах пултăр тесе, хăш ђухне тата сылтăм аллине пĕр йенелле айаккалла çÿлелле тăсса йарат. Йĕки пĕр ђарăнмасăр вăр-вăр-вăр-вăр-вăр çаврăнса, айалалла, урайне, пĕтĕрĕнсе анса, урайĕнђе тата темĕнђен кăтăртаттарса çаврăнса çÿрет. Хăй унђĕн те пулмаст, тытăнат ђасрах авăрланă çиппине икĕ пÿрни вĕçне ђĕркеме; унтан, пÿрнисем çинђен, тытăнат каллех йĕки çине çăмхалама: йĕкине пĕр вĕçĕнђен тытса, тепĕр вĕçĕне арки çине лартса, сылтăм аллипе пĕтĕрсе, çипне çăмхаласа пĕтерсен, тытайат татах турахуппи çине çакнă турашăлĕнђен ђĕпĕтсе туртса, хĕлĕх пек, тип-тикĕс çип авăрлама. Турашăлĕнђен малтан ђи вăрăм сÿсне ђĕпĕтсе тытса, туртса пĕтĕрттерет. Çиппи ђипертерех тикĕс пултăр, тесе, хăш ђухне тата пÿрни вĕçĕсене, кăшт сурса, йĕпетсе илет. Авăрлама пуçланă, турашăлĕ пĕр хĕрринђен пĕте пуçласан, тытăнат тепĕр хĕрринђен те ђĕпĕтсе туртса авăрлама. Турашăлĕнђен турахуппи çине авăрлама йурăхсăр ђÿпĕкĕ[viii] анђах йулсан, ун çине тата çĕнĕ турашăлне, вĕтђеççĕ кăна кăртласа, çакса йарсан, тытăнат ăната çапла ђасрах васкаса авăрлама. «Ех!» тет, хăй ăшĕнђе, савăнса:— «ђасрах авăрласа кĕçĕр çак йĕкеме тултарасђĕ? Куллен çапла ытараймасăр авăрласан, ерне хушшинђе пĕр хутăрлăх[ix] çип тăвăтăм. Çăварниђђен, ту йарăнма тухиђђен, авăрласан, çавăн ђухлĕ хутăрăм пулĕђĕ… Çăва тухсан, хăшне шуратăтăм, хăшне тĕртĕтĕм, пир тăвăтăм. Хăшне пĕветсен, улађа кĕпесем тăвăтăм. Кăвак кĕпесем те пулĕђĕç, ăна та тăвăтăм, кăна та тăвăтăм… Хама çураççан-тусан, хăшĕнђен парнелĕх тăвăтăм, хăшĕнђен хама тăхăнма, хăшинђен тата упăшкам вăлли кĕпе-йĕм туса тăхăнтарăтăм», тет-те, йĕкине тата хытă пĕтĕм вăйĕпе çупса йарса, савăнса, васкаса авăрла пуçлат. Турахупни, вĕренерен тунăскер, хытă туртса, васкаса авăрланăран, купăс каланă пек, кăтăрр, кăтăрр, кăтăрр, туса, йанăраса анђах ларат. Унăн йанăранă аван сассине йуратнă пек пулса, йĕки те, тепле савăннă пек, пулса, урайне хыпаланса пĕтĕрĕнсе ансан, урай çинђе, тикĕс çĕрте, тата хытă кăтăртаттарса, ташласа çÿренĕ пек, шакăртатса çÿрет. Вăл çапла ытараймасăр, ĕç ÿсĕнтĕр, тесе, васкаса ырă кăна авăрланнине кура тăруçăм, уйрăм ђун савăнса тăрат-çке…

Ей катир[x], Урине! Мĕшĕн кăна епĕ сан пек авăрлама пĕлместĕпши? Сан пек авăрлама пĕлсен, епĕ те тура-хуп илсе, сана хирĕç ларса, иксĕмĕр пĕр-пĕринђен ăмăртмалла, тулли йĕкемĕрсене çупа-çупа йарса, авăрлăтăмăр-çке!…

«Ырă çыннăн ĕмĕрĕ кĕске»

Урине лармаран таврăнсан, тата пĕрер çул ашшĕ-амăш килĕнђе ÿссен, тата питрех тĕреклĕленсе илемлĕленсе кайат. Пĕвве çитĕннĕ ывăл ађасенĕн ашшĕ-амăшсем ăна курсан, темĕн тĕрлĕ сăхланаççĕ, хăйсенĕн ывăлне валли кађђа илме шухăшлаççĕ. Кађђисем те ăна, пĕр йалтисем кăна мар, йут йалтисем те куç хываççĕ. Курнă ђухне унпа пĕр-икĕ ăшă сăмах пулса калаççа илме тăрăшаççĕ; йепле те пулин унăн ăшă кăмăлне килес, йурама хăтланаççĕ. Пĕвве çитĕннĕ хĕрсенђен ђăнласах та Урине пек илемлĕ хĕр йалта урăх пĕр хĕрте пулман, Кÿршĕ йалсенђе те ун пекки пите-куçа илемли пур тенни илтĕнмĕн…

Пĕре çапла çав Урине кĕвенте йăтса, витресем çакса, шыв хĕррине, шыв ăсса килме, шыва кайат. Шыв йăтса таврăннă ђухне ăна хăйсенĕн йаленђи пĕр кађђă, тытăнат аллинђи çĕççипе пусма. Ку, шыв йăтса пыракан, малтан ăна—кана шухăшламанскер, йури хăратмалла хăтланат-тăр, тесе, шухăшласа, унтан питех тармас. Лешĕ ђăнласах та пусма хăтланнине курсан, унăн куçĕсем те урнă çыннăн куçĕсем пеккине курсан, ку хăраса кăшкăраша та пуçлат. Вĕсенђен инçе мар, урамра калаççа тăракан çынсем, кăшкăрнă сасса илтсен, ђасах вĕсем патне ђупса пырса, кăна, пусма хăтланакан кађђине, куç умĕнђех Уринене пусма ирĕк памаççĕ: Аллинђи çĕççине ђасах ирĕксĕр туртса илеççĕ. Пĕлĕсĕр, вăл вăхăтра çав пусма хăтланнă кађђийĕн ухмаха йернĕ вăхăђĕ пулнă. Вăл йалан Уринене илемлĕрен илме шухăшласа, ăшĕнђе темĕн пек, ăна йуратса пурăннă. Çураççан тусан, ăна мана кађђа памĕç, тесе, шухăшла, шухăшла, кайран, мĕскĕн, хăй ухмаха та йернĕ…

Урине хăне çапла хăйсенĕн йалĕнђи кађђă, тытса, çĕçĕпе пусма хăтланнăран, хăраннипе, кайран пĕтĕмпе ђире ÿкет… Ăна çапла кађђă тытса çĕçĕпе пусма тытăннине ытти çынсем илтсен, темĕн тĕрлĕ тĕлĕнеççĕ, ăсран кайаççĕ… «Мĕскĕнĕн, пурăнас кунĕ пур куран», тесе, пурте ăна темĕн тĕрлĕ шеллеççĕ…

Çав, Уринене, ђирĕнђен пăртак тÿрлене пуçлана теннине илтсенех, кађђă пуррисем, тытăнаççĕ ăна йевђĕсем йăрса, ђасрах çураçма. Ашшĕ-амăшĕ ăна малтан ђипертерех ђĕрĕлтĕр, тесе, кађђа парасшăн пулмаççĕ:—«килте ĕçлекенсем сахал», тесе, тата тепĕрер çул килте тытасшăн пулаççĕ.

Пĕри те пĕри çураçа пуçласан, ыттисем те йевђĕсем йарса пăхтара пуçлаеан, пит ыйта пуçланăран:—«пăртак тÿрленсен, парăпăр та», тесен, йевђисем унĕçемĕн çураçма пыра пуçлаççĕ. Пуйансем темĕн пек ăна хăйсенĕн ывăлне валли çураççа илме тăрăшаççĕ: хулăн укçине мĕн ыйтнине пама пулаççĕ. Йут йалсенђен кађђăсем йевђĕсем çÿрете пуçланнине илтсен, вĕсем хăйсем йалĕнђисем те темĕн пек, йалти ырă хĕре йут йала ĕçересшĕн пулмасăр, йевђисене куллен темиçĕ тапхăр вĕсем патне уттараççĕ… Йевђисем те мĕн вăйĕ çитнĕ таран, харкам[xi] хăй кађђине, унăн ашшĕ амăшне, ытти тăванĕсене, темĕн тĕрлĕ мухтаççĕ. Кађђисем тĕлĕшĕнђен уйрăм тата:  «вăл пирĕн ерех ĕçмес, ђĕлĕм туртмас, çын ађисем пек, çынсемпе, ĕççе-ÿсĕрĕлсĕ, çапăççа туса çÿремес, усал, намăсăр сăмахсем калаçмас, хĕр ађа пек, йăваш. Ун пек ырă çынна ку çулта шырасан та тупас çук», тесе, мухтаççĕ.

Хĕрĕн ,ашшĕпе амăшĕ йевђисенĕн ырă сăмахĕсене итлесе тăранаймаççĕ…

Уриненĕн те кађђа кайма вăхăт çитнĕрен, те йĕвђисенĕн ырă мухтанă сăмахĕсенђен анăранăран, ашшĕпĕ амăшĕ хăй хĕрне Уринене пĕр пит мухтанă çыннăн ывăлне, аван кађђа, кÿршĕ йала, çураççа, кађђа параççĕ. Пит, вăйлă туй туса илеççĕ. Хулăн[xii] укçине те нумай илеççĕ.

Туйра хĕр йĕме ларнă хĕр, Урине, хĕр йĕнĕ ђухне: – «ман туйа курма мĕн ђухлĕ çын пухăннă, епĕ вилсен те мана курма çапла нумайăн пухăнĕç халĕ», тесе, асăнса илет. Вăл çапла асăннине илтсен, туй курма пынă хĕрсем, арăмсем, çамрăк çынсем, ваттисем, вăл мĕшĕн апла асăнатши? тесе шарт тĕлĕнеççĕ.

Туй хыçĕнђен ку, Урине, ахалте ђирĕнђен ђиперех тÿрленсе çитейменскер, упăшки патĕнђе çĕнĕрен тата çапла ђирлет. Ыррăн пĕр ернете пурăнаймас, пит вăйран сулăннине сиссе, хăне ђасах ашшĕ амăш патне леçтерет. Вĕсенĕн килĕнђе тата пĕр ернене йахăн ђирлĕ выртсан, хăй çĕнĕ çын, питĕ темĕн тĕрлĕ хитре илемлĕскер, вилсете кайат…

Ашшĕпе амăшĕ, çемйисем кăна мар, Урине вилнĕ теннине илтсен, пĕтĕм йалĕ тĕлĕнет. Нумайĕшĕ ђарăнаймасăр йĕреççĕ… Упăшкине те, хуњашшĕпе хуњамăшне те, пур хурăнташĕсене те:—«çĕнĕ кинĕр, çĕнĕ çыннăр, Уринĕр, вилђĕ», ђесе, хыпар çитереççĕ. Вĕсем те çав хыпара илтсен, малтан тепле шанман пек, пулса, тĕлĕнеççĕ. Унтан ђасах лашасем кÿлтерее вĕсем патне ђуптарса та çитеççĕ. Вилнĕ çынна курма пыракансем пÿрте лăках тулаççĕ… Хăшĕ пĕр Уринене вилсе выртнине курсан:—«пирĕн пек, усалсене, вилме кирлĕђĕ, Уринене, пите-куçа илемлĕ çынна, çамрăкскере, пăртак пурăнма кирлĕђĕ, тесе, шеллесе, тÿсеймесĕр йĕреççĕ…

Йут çынсем те çапла ђăтаймасăр йĕннине курсан, ашшĕпе амăшĕ те, тăванĕсем те, упăшки те, хуњашшĕпе хуњамăшĕ те пур хурăнташĕсем те каççа кайса йĕреççĕ… Ĕнтĕ йĕреççĕ, тÿсме те хаљ[xiii] çук…

Пĕр вилнĕ çынна темĕн тĕрлĕ йĕрсенте куççуллисемпе ђĕртес çукне пĕлсе, виçĕ кунтан ăна масар (çăва) çине леççе пытараççĕ,

Урине туйĕнђе ерехе пит хытă ĕçнĕ çынсенĕн мухмăрĕсем те ĕретлĕрех тÿрленсе çитеймен, хăй ытла илемлĕ Уриненĕн пумилкинђе тата çапла, туйри пек, пит хытă ÿсĕрĕлитђен ĕрех ĕçмелле пулса тăрат.

 

 

И. Н. Юркинъ.

Çырса кăларнă кĕнекесем:

1) Шÿтсем. 5 пус.

2) Xаллапсем. 5 пус.

3) Йумаxсем. 5 пус.

4) Ваттисенĕн сăмаxĕсем. 5 пус.

5) Калаçусем. 5 пус.

6) Xăраманскер. 15 пус.

7) Кулаçатăранитђен çитерни. 25 пус.

8) Урине. 15 пус.

Малтанxи пилĕк тĕрлĕ кĕнекееем сутăнеа пĕтнĕ. Кайранxиеем сутăнаççĕ: Ђĕмпĕрте автăр патĕнђе, унтан Xусанта «Xыпар» каçиђĕ туxнă çĕрте. Пĕре илнĕ ђуxне çĕр кĕнеке илекенсене, кĕнеке xакĕсеее, кĕнеке пуçне икшер пус ђакарса сутатпăр. Пуштă урлă илекенсем Пуштă укçине xăйсем тулесе илеççĕ. Кĕнекесем илес текенсене атĕрĕс акă çапла: „Симбирскъ, Ярмарочная площ. д. № 97, И. Н. Юркину“.

 

[i] Хурăнташсем вăхăтлăх хăна пулса пурăнма янă хĕрĕ, е улаха-лармана килнĕ хĕр.

[ii] Пит çăмартиллĕ. Питлĕ.

[iii] Талер – укçа, тенкĕ.

[iv] Генералсен.

[v] Хĕр упраçа.

[vi] Арламалăх сÿс çăмхи.

[vii] Шăрчĕ.

[viii] Ланчашки.

[ix] Çип урилĕх.

[x] Эх мăнтарăн.

[xi] Кашнийĕ.

[xii] Хулăм, качча илмешкĕн хĕршĕн тÿленĕ укçа.

[xiii] Май, вăй.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s