Григорий Филиппов
Хальхи Хосан кĕпĕрнинче авал чох пĕр тотар та çокчĕ. Тотар халăх килетчен первай конта пăлхар ятлă халăх темиçе çĕр çол порăннă. Пăлхар халăх çомĕнче чăвашсем та çармăссам ĕлĕкренех порнатчĕç. Пăлхар патшисем Атăл панчи холара, çавах Пăлхар ятлăскерте, порăннă. Пăлхар халăхĕн орăх холисем те номайччĕ, Булгар холи пор холасенчен те ытла пысăкчĕ, йышлăччĕ, поянччĕ. Онта порăннă çынсам йот, инчери халăхсемпе сотă тватчĕç; çорконне, çолла та онта çолннехе пысăк ярмăркка полатчĕ; йот çынсам номайăн сотă тума Булгар холине пырса, унта номай çол порнса ирттеретчĕç.
Пăлхарсам авал чох тем тĕслĕ йăлине тытса порнатчĕç, арап ятлă çынсампа сотă туса, вĕсен йăлине пăртак пĕлкелетчĕç. Онтан вара Пăлхар патши, Алмас ятлăскер, 921 çолта, хăй пăнчи çынсане арап патши патне кайтарса она тархасланă: Магомет вĕрентнĕ ху тиркенĕ йăлана пăлхарсене пĕлтермешкĕн пирĕн пата ху патăртан чипер вĕреннĕ çынсане яр, тесе. Çавăн пирки çынсам Булгар холине пырсассăн, пор пăлхар халăх Магомет йăлине тиркеме поçланă. Онтан кайран тотарсем инчерен вăрçса пырсассăн, пăлхарсене çĕнсе, вĕсен аслă холине хорах посса çонтарса пĕтерсе, конта порнма йолчĕç, пăлхар халăхпа пĕрле хотшша порнса пăлхар чĕлхипе калаçма, вĕсен йăлипе порнма тапратрĕç: пăлхар халăхĕн ячĕ пĕтсе кайнă, вĕсен чĕлхи тотар чĕлхи тесе, вĕсен йăли тотар йăли тесе каламалла полнă.
Халь олттă çĕр хĕрĕх çол ытларах иртнĕ, тотарсам пыратчĕç Пăлхар çĕрĕнче пĕр пăлхар çын порччĕ. Вăл çоралнăренех Магомет йăлине тиркесе порнатчĕ. Вăл пит поян çын полсан та, Магомет йăлине тиркесен те, хăй хырăмне ытла тăрантармасăр, ÿт-кĕлеткине те хавас памасăр порăннă; вăл, Магомет йăли иккĕ-виççĕ арăма исе тытма ирĕк парсан та, авланма шалт шокшламан; вăл хăй поянлăхпе мĕскĕнсене (кĕлмĕçсене) тăрантарса, çара çынсане томлантарса, халсăр çынсам патне пор кирлине исе пырса, пор начар çынсане те полăшса порăннă. Вăл чăн таса порăннăшăн, этемсене ырă тунăшăн, Торă она йоратса тĕттĕмрен хăй çоттине исе кларнă; çав пăлхар çын Магомет соя вĕрентнине пĕлсессĕн, он йăлине прахса хварнă. Христос тарă панă закона тăнласа йоратсассăн, тĕне кĕнĕ, Авраамий (Абрам) ятлă полнă.
Авраамий чонĕ тĕне кĕнипе анчах пĕтĕмпех савăнман. Вăл, Христос панă закона пĕлсессĕн, пор этемсене те ĕлĕкхинчен ытла йоратакан полнă, хăй рувинчи халăха ырă сонса, Торă Иисус Христос вĕрентнине каласа кăтартма хăйне хатĕрленĕ. Çорконне Булгар холинчи ярмăркка тонă чох, онта номай халăх похăннă чох, Авраамий пор сот ĕçсене прахса хварсассăн, пор халăх омĕнче Христос ятне сарлтарашшăн, он вĕрентнине мохтаса çÿресе, хăй рувинчисене Магомет йăлине прахса хварма, Христос ячĕпе тĕне кĕме вĕрентме тапратрĕ. Пăлхарсам Авраамий тунине кура-тăра тĕлĕнсе каларĕç: вăл йÿтенĕ çын полнă полĕ, тесе каларĕç: вĕсем первай она хăйне Христос законне прахтарма хăтланатчĕç. Онтан вара Авраамий вĕсен пор хĕрхенмелли, хăрамалли сăмахсене те итлемен пирки: эп Христос торă панă закона нихăçан та прахас çок, эп Христос ятне вилетченех те мохтама прахмастăп, тесе каланăшăн, она номай йывăр хорлăхсене ктартса, тĕрмере номай кон тытса, Христос вĕрентнине прахтарашшăн хăтланчĕç. Пăлхарсам, Авраамий пор хорлăхсене те чăтса тÿссессĕн, Христоса мохтама чарăнман пирки, он алли- орине, поçне те касса прахрĕç. Çав ĕç 1229 çолта пош ойăхăн первайхи кон шотра (апреля 1) полнă.
Пăлхар холине ярмăркка пынă вырăс çынсем Авраамий ÿт-клеткине поçтарса пытараççĕ. Вĕсем ярмăрккăран киле таврăнса Владимир ятлă холая пырсассăн, онта аслă князя, Георгий Всеволодович ятлăскере, Булгар холинче полнине каласа ктартрĕç. Он чохне пăлхар патши, вырăс халăхпа вăрçма пĕтерешшĕн, аслă князь патне çораçмашкăн хăй аслă çынсане янă. Пăлхарсам Владимир холине пырсассăн, аслă князь çораçнă чох вăсене каланă: вĕлернĕ çын, Авраамий ятлăскерĕн ÿт-кĕлеткине Булгар холинчен Владимир холине исе кайма ирĕк парăр, тесе. Пăлхарсам çавна килĕштернĕ. 1230 çулта норăс ойăхĕн тăххăр кон шотра (мартра 9), Авраамий ÿт-кĕлеткине шăтăкран исе кларсассăн, çĕрсе кайманскере топнă, она Владимир холине исе пырсассăн, монастыре лартнă. […]
1872.