Варуççи ][ Турхан Яккăвĕ


Варуççи

Sijen2

• Суицида ăнлантар- масăр асăнни.
• Ырă мар тĕслĕх.
• Ырă тĕслĕх çук.

Кĕркуннехи кунсенче
Çĕр вăрăмланса кайсассăн
Мирун пичче пÿртĕнче
Улах ларнă мăн хĕрсем.
Хĕрлĕ хĕрсем хушшинче
Чи илемли — Варуççи,
Çут тĕнчере пĕр тĕнче…

Пĕрре çулла варринче
Хĕрлĕ хĕрсем пухăнса
Мирун пÿрчĕ умĕнче
Çĕрĕпелен янăратса
Вăй кĕввисем каланă,
Варуççине хурланă:
«Эй, Варуççи, Варуççи,
Эпир ĕлĕк юратсан,
Эсĕ пиртен кулаттăн;Кĕвĕç пиртен, Варуççи,—
Ванюк сана юратать,
Ыталаса чуптăвать…»

Кĕрхи кунсем çитсессĕн,
Çур çĕр иртсе кайсассăн,
Вăрăм шывĕ хĕрринче,
Шап-шар уйăх çутинче
Çын мĕлки пек курăнать,
Тĕтре çинче палăрать.
Сиввĕн вĕрет сивĕ çил
(Унтан эсĕ сасă ил)—
Сивĕ çил вĕрнĕ майĕпе
Çав çын калать чĕлхипе:
«Атте-анне çуратрĕ,
Атте-анне чун пачĕ,
Чун пачĕ те ÿт пачĕ,
Анчах пăхма пĕлмерĕ.
Ÿсессине ÿсрĕм те,
Хĕрарăм сăнне илтĕм те,
Мана телей пулмарĕ:
Сар çулçă пек сарăхрăм,
Хĕн-хур курса хуралтăм.
Хĕнпе ÿссе хĕр пултăм,—
Вунçич çула тултартăм.
Килте хытă ĕçлеттĕм,
Ĕç айне ÿксе вилеттĕм,
Анчах атте-аннерен
Ашă сăмах илтмерĕм.

Турă хушнă йĕркипе
Ваçук ачи юратрĕ,
Чăвашсенĕн йăлипе
Вăл хăтана çын ячĕ.
Атте, ыйтсан, памарĕ,
Анне мая каймарĕ;
Иккĕш пĕр канаш пулчĕçĕ,
Çапла каласа чарчĕçĕ:
«Ачапча хыççăн çÿресе,
Шыва кайса ан вилĕр;
Ачапчана ÿстерсе,
Çурта сиен ан кÿрĕр;
Çирĕм çула çиттĕр-ха,
Çурта усă кÿтĕр-ха,
Ваçукĕ те çук ĕнтĕ;
Ачин мĕскер пур ĕнтĕ?
Ваçук хăтан кил-çуртне
Ырă çын пырса кĕрес çук;
Эпир кайса кĕрсен те,
Унта йĕрки пулас çук».

Çапла канаш турĕçĕ,
Ачин ĕмĕтне татрĕçĕ;
Ют пулсассăн, пĕр ĕçчĕ,
Тăван ачине хур турĕç,
Хытă чĕрине юрарĕç,—
Ачин пурнăçне пĕтерчĕç.

Ашшамăшĕ Ванюка
Урăх хĕре çураçрĕ,
Ирĕксĕрлесе çураçрĕ…
Хуйхă çирĕ Ванюка…
Халĕ кинне хĕнеççĕ…
Вилнĕ Ванюкшăн йĕреççĕ.
Эй, аттемçĕм, аннемçĕм,
Мана çуратнă пĕр чунçăм!
Сыв пулăр та пур пулăр,
Пуянлăхпа савăнăр,
Пурте ман пек ан пулăр,
Ачăра тек ан асăнăр.

Эсир мана курас çук,
Пуян çынна парас çук,
Унăн ĕçкине ĕçес çук,
Эпĕ те сире курас çук…
Ах, çанталăк, çут тĕнче,
Эсĕ хуралса килетĕн,—
Вăрăм шывĕ хĕрринче
Эсĕ, чунăм, пĕтетĕн…
Манăн чĕрем çунать-çке,
Вĕри çилпе пĕтет-çке…»

Тепĕр кунне, каç пулсан,
Шывран хĕр вилли кăларсан,
Кантур килнĕ, суд тунă,
Ялти çынсе пуçтарнă,
Тĕплесе ыйтса хут çырнă,
Çавă ялтах çывăрнă…

1902

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s